Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Сăваплă Павел Апостолăн Филимон патне Янă Çырăвĕ
Филимон 1
Саламлани
(1) Чунăма Иисус Христос тыткăнланă Павелран тата ĕненекен тăванăмăр Тимофейран – савнă Филимон тусăмăра, ĕçри юлташăмăра;
(2) тата савнă тăванăмăр Апфия йăмăка; тата кĕрешÿри юлташăмăра Архипа; çавăн пекех санăн килÿнте пуçтарăнакан ĕненекен ушкăна.
(3) Сире пурне те Атте Туррăмăртан тата Иисус Христос Хуçамăртан ырăлăхпа канăçлăх пултăр.
Филимонăн юратулăхĕпе ĕненĕвĕ
(4) Кĕллĕмсенче сана аса илмессерен эпĕ Туррăма яланах тав тăватăп,
(5) мĕншĕн тесен эсĕ Иисус Хуçамăра епле ĕненни çинчен, ĕненекенсене пурне те юратни çинчен тăтăшах илтетĕп.
(6) Пирĕнпе пĕрле ĕненсе Иисус Христосри мĕн пур ырăлăха санăн хăвăр патăртах хастаррăн пĕлмелле пултăрччĕ тетĕп.
(7) Санăн юратулăху пире пысăк савăнăç тата йăпанăç парать. Сана пула, тавах, ĕненекенсем те чĕрисенче канăçлăх тупрĕç.
Онисимшăн тархаслани
(8) Христос ячĕпе манăн сана мĕн тумаллине хăюллăнах хушма ирĕкĕм пур.
(9) Апла пулин те эпĕ санран юратулăхпа ыйтасшăн. Сана такам йăлăнмасть, эпĕ, ватă Павел, халĕ чунăма Иисус Христос тыткăнланăскер, ыйтатăп.
(10) Эпĕ ĕненÿри ывăлăмшăн, Онисимшăн, тархаслас тетĕп. Кунта, тĕрмере, эпĕ уншăн чун-чĕм ашшĕ пулса тăтăм.
(11) Ĕлĕкрех сана унран ним усси те пулас çукчĕ, анчах халĕ вăл иксĕмĕре те кирлĕ. Эпĕ ăна сан патна яратăп.
(12) Эсĕ ăна чĕреçĕм вырăнне хурсах хапăл тусамччĕ.
(13) Ман ăна ярассăмах килместчĕ. Ырă Хыпар вĕрентнĕшĕн тĕрмере ларнă чухне вăл сан вырăнна манăн пулăшаканăм пултăрччĕ тесе шутлаттăм.
(14) Анчах та санпа килĕшсе татăлмасăр нимĕн те тăвас темерĕм. Ырă ĕçе санăн çын хистенипе мар, кăмăл хушнипе тумалла пултăрччĕ терĕм.
(15) Тен, вăл санран вăхăтлăха уйăрăлни эсĕ ăна ху патна ĕмĕрлĕхе илессе пĕлтерчĕ.
(16) Ĕнтĕ тек вăл саншăн чура мар, çывăх çынну, савнă ĕненекен тăвану. Вăл маншăн хаклă çыннăм пулчĕ, саншăн тата пахарах пулĕ. Эсĕ ăна çынлăхĕшĕн çеç мар, Хуçамăр урлă тăван пулнишĕн те килĕштерĕн-ха.
(17) Çапла ĕнтĕ, эсĕ мана тус-юлташ тесе шутлатăн пулсан, ăна мана йышăннă пекех хапăл ту.
(18) Вăл сана мĕнпе те пулин кÿрентернĕ е парăмлă пулсан, вăл мар, эпĕ парăмлă тесе шутла.
(19) Çакна хам аллăмпа çырсах çирĕплететĕп: ун парăмне хамах парса татăп. Эсĕ ман умра пурăнăçушăн парăмлă пирки эпĕ шарламастăп та.
(20) Ĕнтĕ Хуçа Турă ячĕпе маншăн ырă ĕç тусамччĕ, Хуçамăр урлă тăван пулса, чунăма лăплантарсамччĕ.
(21) Эсĕ итлессе шанса çыратăп. Эсĕ маншăн ыйтнинчен те ытларах тума пултарасса пĕлетĕп.
(22) Тата ман валли пÿлĕм хатĕрле. Турă мана, сирĕн кĕллĕре илтсе, сирĕн патăра çавăрса çитерессе шанатăп.
Юлашкинчен салам яни
(23) Сана Епафрас салам ярать. Христос Иисусшăн вăл манпа пĕрле тĕрмере ларать.
(24) Манăн ĕçри юлташăмсем Марк, Аристарх, Димас тата Лука сана салам калаççĕ.
(25) Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕ сирĕн чун-чĕмпе пултăр. Аминь.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓