Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Сăваплă Павел Апостолăн Фессалоника Çыннисене Янă Пĕрремĕш Çырăвĕ
1 Фессалоникăри 1
Саламлани
(1) Павелпа Силуанран тата Тимофейран – Атте Туррăмăрпа тата Иисус Христос Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ Фессалоникăри чиркĕве. Сире пурне те Атте Турăпа Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕпе канăçлăхĕ пултăр.
Фессалоникăсен ĕненĕвĕ тата вĕсен тĕслĕхĕ
(2) Хамăр кĕлĕсенче сире аса илсе эпир яланах сирĕншĕн пуриншĕн те Турра тав тăватпăр.
(3) Ĕненÿпе юратулăхран килекен ĕçĕре, Иисус Христос Хуçамăр панă шанчăкран килекен чăтăмлăхăра Туррăмăр тата Аттемĕр умĕнче яланах асра тытатпăр.
(4) Эй, Турă савнă тăвансем! Сире Вăл суйласа илнине эпир пĕлетпĕр.
(5) Мĕншĕн тесен эпир пĕлтернĕ Ырă Хыпара эсир сăмах халлĕн кăна илтмерĕр. Ырă Хыпарăн чăнлăхне эпир сире Святой Сывлăш хăвачĕпе, çирĕп ĕненÿпе вĕрентрĕмĕр. Сирĕн патăрта чухне эпир сире ырра пултăр тесе мĕнле пурăннине хăвăрах пĕлетĕр.
(6) Ĕненÿшĕн хĕн-хур тÿсме лексен те, эсир пирĕн сăмаха Святой Сывлăш паракан савăнăçпа йышăнтăр. Çапла майпа эсир те пирĕн евĕрлĕ, Хуçамăр евĕрлĕ пулса тăтăр.
(7) Эсир Македонипе Ахаия тăрăхĕнчи мĕн пур ĕненекенсемшĕн тĕслĕх пулса тăтăр.
(8) Мĕншĕн тесен Хуçамăрăн сăмахĕ сирĕн патран Македонипе Ахаияра кăна мар, пур çĕре те сарăлчĕ. Эсир Турра епле ĕненнине пур çĕрте те пĕлнĕрен пирĕн хушса каламалли нимех те çук.
(9) –
(10) Пирĕн çинчен, пире эсир епле хапăл туни çинчен çынсем хăйсемех пур çĕрте те кала-кала кăтартаççĕ. Чĕрĕ те чăн Турра чунтан парăнас тесе, Хăй вилĕмрен чĕртсе тăратнă Ывăлне, пире çитес çилĕрен хăтаракана, Иисуса, тÿперен килессе кĕтес тесе, эсир кĕлеткесене пуççапма пăрахни пирки те калаçаççĕ.
1 Фессалоникăри 2
Павел Фессалоникăра
(1) Эй, тăвансем! Эпир сирĕн патăра пыни усăсăр пулманнине хăвăрах пĕлетĕр.
(2) Маларах Филиппăра пире асап тата хур кăтартнине эсир пĕлетĕр. Апла пулин те, Туррăн Ырă Хыпарне эпир, пĕтĕм вăя хурса, Турă пулăшнипе сире хăюллăнах ÿкĕтлесе вĕрентрĕмĕр.
(3) Мĕншĕн тесен пирĕн сăмахра йăнăш та, таса мар кăмăл-шухăш та, ултав та çук.
(4) Пачах урăхла, Турă пире Ырă Хыпар вĕрентме епле шанса панă, çапла вĕрентетпĕр те. Эпир çынсене юрама тăрăшмастпăр, хамăр чĕресене тĕрĕслекен Турра юрама тăрăшатпăр.
(5) Турă курать: эпир сирĕн умăрта нихăçан та йăпăлтатса калаçман, пирĕн пуяс-тăвас шухăш пулманнине те хăвăрах пĕлетĕр.
(6) Пире этем мухтавĕ кирлĕ мар: эсир мухтани те, ыттисем мухтани те.
(7) Паллах, Христос апостолĕсем пулнă май, эпир хамăра сирĕн патăрта мăнна хума пултарăттăмăр. Анчах та кăкăр çитерекен хăй ачипе епле йăваш, эпир те çапла пултăмăр.
(8) Эсир пирĕншĕн хаклă çынсем пулса тăтăр, çавăнпа та, сирĕншĕн тăрăшса, эпир сире Туррăн Ырă Хыпарне пĕлтерме кăна мар, чунăмăрсене пама та хатĕрччĕ.
(9) Эй, тăвансем! Эпир сирĕн патăрта Туррăн Ырă Хыпарне ÿкĕтлесе вĕрентнĕ чухне епле пурăннине астăватăр пулĕ. Сире чăрмав кÿрес мар тесе эпир кунĕн-çĕрĕн ĕçлерĕмĕр, хамăра хамăр йÿнеçтерсе пурăнтăмăр.
(10) Эпир сирĕнпе, ĕненекенсемпе, пĕрле пулнă чухне хамăра епле сăваплă, тÿрĕ, тиркеме те çук тыткаланине эсир хăвăр та, Турă та çирĕплетме пултарать.
(11) –
(12) Хăвăрах пĕлетĕр: эпир сире пурсăра та ашшĕ ачисене ÿкĕтленĕ пекех Турра юрăхлă пурăнма тархасласа ÿкĕтлерĕмĕр, йăлăнтăмăр. Турă сире Хăйĕн Патшалăхне кĕме, Хăйĕн мухтавне тивĕçлĕ пулма чĕнсе илнĕ.
(13) Эсир пирĕнтен Турă сăмахне илтсессĕн, ăна этем сăмахĕ тесе мар, Турă сăмахĕ тесе йышăнтăр. Çавăншăн эпир тăтăшах Турра тав тăватпăр. Вăл, чăнах та, Турă сăмахĕ. Çав сăмах сирĕн чĕрере – ĕненекенсен чĕринче – хăйĕн ĕçне тăвать.
(14) Иудейăра Христос Иисуса ĕненекенсене иудейсемех хĕсĕрленĕ. Вĕсем евĕрлех сирĕн те, Турра ĕненекенсен, хăвăр халăх çыннисемех хĕсĕрленине тÿсме тивнĕ.
(15) Иудейсем Иисус Хуçамăрпа Унăн пророкĕсене вĕлернĕ. Пире те вĕсем хăваласа кăларса ячĕç. Вĕсем Турăшăн та юрăхсăр, пĕтĕм халăха та хирĕçлеççĕ.
(16) Пире иудейсем ытти халăхсене çăлăнăç Хыпарне пĕлтерме чăрмантарнă пирки вĕсем хăйсен çылăх виçине тăтăшах тултарса тăраççĕ. Вĕсене Турă çилли çитетех.
Ĕненекен ушкăна Павел тепре çитсе курма ĕмĕтленни
(17) Эпир вара, тăвансемĕр, сирĕнтен кĕске вăхăтлăха уйăрăлтăмăр. Анчах та куçа-куçăн курса калаçаймастпăр пулин те, эсир асран каймарăр, сире тата ытларах курас килекен пулчĕ.
(18) Çавăнпа та эпĕ, Павел, ыттисемпе пĕрле сирĕн патăра пĕр-икĕ хутчен те пыма пуçтарăннăччĕ, анчах та шуйттан чăрмантарчĕ.
(19) Иисус Христос Хуçамăр тепре килсессĕн Унăн умĕнче кам пирĕн шанчăк та, савăнăç та, мухтав пуç кăшăлĕ те пулĕ? Ытти ĕненекенсемпе пĕрлех эсир те мар-и вара?
(20) Эсир пирĕн чап-савăнăç вĕт-ха!
1 Фессалоникăри 3
(1) Çавăнпа та, уйăрăлăва текех чăтаймасăр, Афинăрах юлас терĕмĕр.
(2) Тимофей тăванăмăра вара, Христосăн Ырă Хыпарне пĕлтерсе Турăшăн вăй хуракан ĕçри юлташăмăра, сире хавхалантарса ĕненĕвĕре çирĕплетме ятăмăр.
(3) Çак хĕсĕрленĕ тапхăрта сирĕнтен пĕри те ĕненÿ пирки ан иккĕлентĕр терĕмĕр. Вăл асапа пире тÿсме пÿрнине хăвăрах пĕлетĕр.
(4) Астăватăр-и, хамăра кĕтекен асапсем пирки эпир сире хăвăр патăрта чухне малтанах асăрхаттарнăччĕ. Калани чăна килнине халĕ хăвăрах куратăр.
(5) Шуйттан сире илĕртсе улталасран, хамăр тăрăшса ĕçлени харама каясран эпĕ шиклентĕм. Çавăнпа та, ырана хăвармасăр, сирĕн ĕненĕвĕр мĕнешкел çирĕппине пĕлмешкĕн Тимофея ятăм.
(6) Халĕ ĕнтĕ Тимофей сирĕн патăртан лайăх хыпарпа тавăрăнчĕ. Сирĕн ĕненесси те, юратасси те иксĕлмен иккен. Эсир пире ырăпа кăна асăнни çинчен те, эпир сире курасшăн пулнă пекех эсир те пире курасшăн иккенне те Тимофей каласа кăтартрĕ.
(7) Вара эпир хамăра хĕсĕрленине, йывăр килнине пăхмасăрах, сирĕншĕн, тăвансем, савăнтăмăр; сирĕн ĕненĕвĕре курса лăплантăмăр.
(8) Эсир Хуçа Турра çирĕп ĕненнине пĕлсессĕн пирĕн чун хавалĕ çĕкленчĕ.
(9) Сирĕншĕн тата пире Туррăмăр умĕнче эсир кÿнĕ савăнăçшăн Турра тав туса та çитереес çук.
(10) Сирĕнпе курнăçасчĕ тесе, ĕненÿре мĕн çитменнине çитересчĕ тесе, кунĕн-çĕрĕн тăрăшса кĕлтăватпăр.
(11) Атте Туррăмăр тата Иисус Христос Хуçамăр пирĕн çул-йĕре сирĕн пата çавăртăрах.
(12) Эпир сире юратнă пекех, Хуçа Турă сире пĕр-пĕрне те, ыттисене пурне те юратнăçемĕн юратмалла тутăрччĕ.
(13) Çав юратулăхпа Вăл сире, Иисус Христос Хуçамăр Хăйĕн сăваплă çыннисемпе пуринпе те тепре киличчен, çирĕплĕх патăрччĕ; сирĕн Атте Турă умне таса сăваплăхпа тăмалла пултăрччĕ. Аминь.
1 Фессалоникăри 4
Турра юрăхлă пурăнăç
(1) Тăвансем! Юлашкинчен эпир сире Христос Иисус ячĕпе çакăн пирки тархаслатпăр. Эпир сире Турра юрăхлă епле пурăнмаллине вĕрентсеччĕ, çавна сирĕн тата лайăхрах тытса пымалла пултăрччĕ.
(2) Эсир хăвăра Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе эпир мĕнле пил-хушусем панине пĕлсе тăратăр.
(3) Сире сăваплатакан Турă ирĕкĕ сире аскăнлăхран пăрăнма хушать.
(4) –
(5) Чăн Турра пĕлмен халăхсем пек, çылăхлă кăмăл хыççăн ан кайăр, сирĕнтен кашниех тÿрĕ те чыслă пултăр.
(6) Сирĕнтен пĕри те, тĕрĕс мар çулпа кайса, хăйшĕн кăна тăрăшса, тăванне ан улталатăр. Çакнашкал хăтланса пурăнакансене Хуçа Турă тавăрать. Эпир сире ун пирки малтанах çирĕплетсе каланăччĕ.
(7) Турă пире ирсĕр пулмашкăн мар, сăваплă пулмашкăн чĕнсе илнĕ.
(8) Турă пире Хăйĕн Святой Сывлăшне панă. Эппин çак вĕрентĕве хирĕçлекен вăл этеме мар, Турра хирĕçлет.
(9) Ĕненекен тăвансене юратасси çинчен çырма кирлех мар пуль, мĕншĕн тесен Турă сире пĕр-пĕрне юратма вĕрентнине хăвăрах пĕлетĕр.
(10) Эсир пĕтĕм Македони тăрăхĕнчи ĕненекенсемпе çапла хутшăнса пурăнатăр та. Эпир вара сире пĕр-пĕрне тата ытларах юратса пурăнма тархаслатпăр.
(11) –
(12) Ĕненменнисем хăвăра хисеплеччĕр тесен, çителĕклĕ пурăнас тесен, эсир лăпкăн, хăвăр ĕçĕрпе пурăнăр. Эпир сире хушнă пек, хăвăра мĕн кирлине хăвăр ĕçлесе илĕр.
Хуçамăр килесси
(13) Тăвансем! Сирĕн ыттисем пек, шанчăк çуккисем пек кулянмалла ан пултăрччĕ тесе, эпĕ сире вилнисем çинчен те пĕлтермесĕр хăварасшăн мар.
(14) Мĕншĕн тесен эпир Иисус вилсе чĕрĕлнине ĕненетпĕр пулсан, Иисуса ĕненсе вилнисене те Турă Унпа пĕрле Хăй патне илсе пырасса шанатпăр.
(15) Çакна эпир сире Хуçамăрăн сăмахĕпе килĕшÿллĕн калатпăр: эпир, чĕррисем, тата Хуçамăр тепре киличчен пурăнас çынсем, вилнисенчен малта пулмăпăр.
(16) Мĕншĕн тесен Турă хушнипе архангел сасси тата Турă трубин сасси илтĕнсе кайсассăн тÿперен Хуçамăр Хăй анĕ. Вара Христоса ĕненсе вилнисем маларах чĕрĕлсе тăрĕç.
(17) Унтан пире, чĕррисене, Хуçамăрпа тÿпере тĕл пулмашкăн вĕсемпе пĕрле пĕлĕт çине илĕç. Çапла эпир яланлăхах Хуçамăрпа пулăпăр.
(18) Ĕнтĕ çак сăмахсене каласа пĕр-пĕрне хавхалантарăр.
1 Фессалоникăри 5
(1) Эй, тăвансем! Юлашки вăхăтсем çинчен, самант хăçан çитесси çинчен çырмашкăн кирлех те мар пулĕ тетĕп.
(2) Хуçамăрăн кунĕ каçхи вăрă пек кĕтмен çĕртен килессе эсир хăвăрах аван пĕлетĕр.
(3) Çынсем «лăпкă та хăрушсăр» тенĕ чухне кĕтмен çĕртен аркану килет, вăл ача çуратас асап пек килет. Унран никам та тарса хăтăлаймĕ.
(4) Анчах та эсир, тăвансем, тĕттĕмлĕхре мар. Çав юлашки кун сирĕншĕн вăрă пек кĕтмен çĕртен килсе тухмĕ.
(5) Мĕншĕн тесен эсир пурте – çутă ачисем, кун çути ачисем. Эпир каç ачисем те, тĕттĕмлĕх ачисем те мар.
(6) Эппин ыттисем пек çывăрса выртар мар, сыхă та ăслă-тăнлă пулар.
(7) Мĕншĕн тесен, сыхлăха çухатса, çывăракан çĕрле çывăрать, ĕçсе ÿсĕрĕлекен те çĕрле ĕçет.
(8) Эпир вара, кун çути ачисем пулнă май, ĕненÿпе юратулăхăн тимĕр тумне тата çăлăнас шанчăкăн шлемне тăхăнар, хамăр ăс-тăна çухатар мар.
(9) Турă пире Хăйĕн çиллине кăтартма мар, Иисус Христос Хуçамăр урлă çăлăнăç пама палăртса хунă.
(10) Пире пурăннă чухне те, вилсессĕн те Хăйĕнпе пултарас тесе, Христос пирĕншĕн пурăнăçне панă.
(11) Çапла вара, халĕ эсир пĕр-пĕрне мĕнле ÿкĕтлесе, ăс парса пурăнатăр, малашне те çаплах пулăр.
Çыру вĕçĕнче ÿкĕтленисем, саламсем
(12) Эй, тăвансем! Эпир сире хăвăр хушшăрта ĕçлекенсене – Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ пултармашкăн ертсе пыракансене тата вĕрентекенсене – сума сума ыйтатпăр.
(13) Вĕсене ĕçĕсемшĕн юратăр, пысăка хурса хисеплĕр. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнăр.
(14) Тăвансем! Сире тархасласах калатпăр: наянсене ĕçлеме ÿкĕте кĕртĕр, хавшак чунлисене хавхалантарăр, вăйсăррисемшĕн тĕрек пулăр. Пуринпе те чăтăмлă пулăр.
(15) Асăрхăр, усала хирĕç усалпа никам та ан тавăртăр. Пĕр-пĕрне те, ыттисене те – яланах ырă тума тăрăшăр.
(16) Яланах савăклă пулăр.
(17) Тăтăшах кĕлтăвăр.
(18) Пуриншĕн те тав тăвăр, сире, Христоса ĕненекенсене, Турă çапла хушать.
(19) Турă Сывлăшне сÿнме ан парăр.
(20) Пророкла каланисене ним вырăнне те хуманни ан пултăр.
(21) Ку аван-и, аван мар-и тесе шухăшлăр та, аванни хыççăн кайăр.
(22) Тĕрлĕ усалтан аякра тăрăр.
(23) Канăçлăх Турри Хăй сире туллин сăвапласа тасаттăр. Иисус Христос Хуçамăр тепре киличчен сирĕнте йăлтах: чун-чĕм те, чун та, ÿт-пÿ те – тĕрĕс-тĕкел упранса юлтăр.
(24) Çакна хăвăра Чĕнекен тăвĕ, Вăл Хăйĕн сăмахне тытать.
(25) Тăвансемĕр! Пирĕншĕн кĕлтăвăр.
(26) Ĕненекен мĕн пур тăванăмăрсене сăваплăн, тăванла чуптуса саламлăр.
(27) Хуçа Турра асăнса тархаслатăп: çак çырăва мĕн пур ĕненекен тăвансене вуласа парăр.
(28) Сире Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕ пултăр. Аминь.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
[…] 5) Вĕсене хисеплес пулат̌. Св. Павел апостол каланă: „Ырă халлĕн пуçлăх пулса тăракан священникксене пысăк хисеппе хисеплес пулат̌, хăшĕ вĕсем Турă сăмахне вĕрентсе тăрăшса пурнаççĕ, çавсене ăраснах хисеплес пулат̌”, тенĕ (Тимоѳ. V—17) „Вĕсем туса тăракан ĕçшĕн вĕсене пĕтĕм кăмăлтан йуратса хисеплесе пурăнăр”, тенĕ. (1 Сол. V—13) […]
КилĕштересКилĕштерес