Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Сăваплă Павел Апостолăн Фессалоника Çыннисене Янă Иккĕмĕш Çырăвĕ
Пай 1
Саламлани
(1) Павелпа Силуанран тата Тимофейран – Атте Туррăмăрпа тата Иисус Христос Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ Фессалоникăри чиркĕве.
(2) Сире пурне те Атте Туррăмăрпа Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕпе канăçлăхĕ пултăр.
Христос тепре килсен пулас суд
(3) Сирĕншĕн, тăвансемĕр, пирĕн яланах Турра тав тумалла. Çапла туни тĕрĕс пулĕччĕ, мĕншĕн тесен сирĕн ĕненĕвĕр çирĕпленсех пырать, сирĕн хушшăрта пĕр-пĕрне юратасси те вăйлансах пырать.
(4) Çавăнпа эпир Туррăн чиркĕвĕсенче сирĕнпе мухтанатпăр: эсир хĕсĕрлевпе хĕн-хура чăтăмлăн та ĕненÿллĕн тÿссе ирттернĕшĕн сирĕнпе мухтанатпăр.
(5) Эсир хĕн-хур тÿсни Туррăн тÿрĕ сучĕ пулассине пĕлтерет; эсир хăвăра тивĕçес Турă Патшалăхĕшĕн тÿсетĕр.
(6) Мĕншĕн тесен Турă тĕрĕслĕхлĕ: сире хĕн-хур кăтартакансене хуйхă-суйхă тавăрса парĕ,
(7) сире вара, хĕн-хур тÿсекенсене, Иисус Хуçамăр Хăйĕн хăватлă ангелĕсемпе тÿперен килнĕ чухне Турă пирĕнпе танах канăçлăх парĕ.
(8) Ун чухне Турра пĕлес теменнисене, Иисус Христос Хуçамăрăн Ырă Хыпарне пăхăнас теменнисене вутланакан çулăмра тавăру пулĕ.
(9) Вĕсене Христос Хуçамăртан тата Унăн хăватлă мухтавĕнчен яланлăхах уйăрса ĕмĕрлĕх вилĕмпе айăпланмалла тăвĕç.
(10) Çав юлашки кун Вăл килĕ те мĕн пур ĕненекенĕсем Хăйне савăнса-тĕлĕнсе мухтанине курĕ. Эпир пĕлтернĕ Ырă Хыпара ĕненнĕрен эсир те мухтакансем хушшинче пулăр.
(11) Çавăнпа та эпир яланах сирĕншĕн кĕлтăватпăр: Туррăмăр сире мĕншĕн суйласа илнĕ, çавна тивĕçлĕ тутăрччĕ; ырă тума та, ĕненĕве ĕçпе çирĕплетме те вăй патăрччĕ тетпĕр.
(12) Çапла майпа, эсир тăрăшнине пула, Иисус Христос Хуçамăр ячĕ мухтавлă пулĕ. Туррăмăрăн тата Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕпе вара эсир те Ун урлă мухтава тухăр.
Пай 2
Турра хирĕç çын
(1) Тăвансем! Иисус Христос Хуçамăр килесси пирки тата хамăр Ăна кĕтсе илесси пирки вара çакна йăлăнсах ыйтатпăр:
(2) иккĕленме ан васкăр. Христос килес кун çитрĕ те ĕнтĕ тесе пророкла калани те, сас-хура та, пирĕн ятпа тесе çырнă çыру та сире пăтраштарса ан ятăр.
(3) Никам та нимĕнле майпа та сире улталама ан пултарайтăр. Мĕншĕн тесен çав юлашки кун çитиччен маларах Турра хирĕç пысăк пăлхав пулмалла, çылăх çынни – пĕтеслĕх ывăлĕ – килмелле.
(4) Çавскер мĕн пуррине йăлтах хирĕçлĕ. «Турă», «сăваплăх» тетпĕр эпир. Вăл вара хăйне вĕсенчен те çÿле хурĕ. Турă Çуртне вăл Турă пек кĕрсе ларĕ те хăйне Турă тесе пĕлтерĕ.
(5) Çапла пуласса эпĕ сирĕн патăрта чухнех сире каласаттăм. Астумастăр-и?
(6) Хăйĕн вăхăчĕ çитиччен Турра хирĕç çав çын мĕншĕн палăрманнине эсир халĕ пĕлетĕр.
(7) Усалăн ĕçĕсем вăрттăн пуçланнă та ĕнтĕ, анчах халĕ ăна чарса тăраканĕ пур. Çав чарса тăракана сириччен нимех те пулмалла мар-ха.
(8) Чарса тăраканнине сирсессĕн вара Турра хирĕç çын килĕ. Анчах та Иисус Хуçамăр ăна Хăйĕн çăварĕнчи сывлăшĕпех çапса антарĕ, Хăй иккĕмĕш хут килнипе пĕтерĕ.
(9) Турра хирĕç çын килесси шуйттан тăрăшнипе пулĕ. Килессе вăл шуйттанла вăйпа, суя паллăсемпе хăватсем кăтартса,
(10) тĕрлĕрен суя-ултавпа килĕ. Хăйсене çăлăнăç кÿрекен чăнлăха юратман пирки пĕтес çул çине тăнисене вăл хăй майлă çавăрĕ.
(11) Çавăнпа Турă вĕсене ултав аллине парĕ, вĕсем ĕнтĕ суялăха ĕненĕç.
(12) Чăнлăха ĕненес вырăнне суялăха юратакансене пурне те суд кунĕнче айăплав пултăр тесе Турă çапла тăвĕ.
Сире çăлса хăвармашкăн суйласа илнĕ
(13) Хуçа Турă савакан тăванăмăрсем! Пирĕн сирĕншĕн Турра тăтăшах тав тумалла. Мĕншĕн тесен Турă сире Святой Сывлăшпа сăваплатса, чăнлăха ĕнентерсе çăлса хăвармашкăн чăн малтанах суйласа илнĕ.
(14) Иисус Христос Хуçамăрăн мухтавĕ сире те тивĕçтĕр тесе, эпир вĕрентекен Ырă Хыпар урлă çăлса хăварма Турă сире чĕнсе илнĕ.
(15) Эппин, тăванăмăрсем, тĕреклĕ тăрăр. Эпир сире сăмах вĕççĕн е çыру урлă панă вĕрентĕве çирĕп тытса пырăр.
(16) Хăйĕн ырăлăхне пула пире савса ĕмĕрлĕх хавхалану тата ырă шанчăк панă Иисус Христос Хуçамăрпа Атте Туррăмăр
(17) сирĕн чун-чĕрĕре лăплантартăр, калас ырă сăмахпа тăвас ырă ĕç валли çирĕплĕх патăр.
Пай 3
Пирĕншĕн кĕлтăвăр
(1) Çапла ĕнтĕ, тăвансемĕр, пирĕншĕн кĕлтăвăр. Хуçамăрăн сăмахĕ сарăлнăçемĕн сарăлса пытăрччĕ, хăвăр патăрти пекех мухтавлă пултăрччĕ.
(2) Тата Турă пире пăсăк та усал çынсенчен хăтартăрччĕ тесе кĕлтăвăр, мĕншĕн тесен ĕненÿ пурин те çук-ха.
(3) Анчах та Хуçамăр шанчăклă. Вăл сире çирĕплĕх парса усалтан упраса хăваратех.
(4) Эсир Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ пулнăран эпир сире мĕн хушнине пурнăçланине, малашне те пурнăçласса шанатпăр.
(5) Хуçамăр сире Хăйĕн юратулăхĕ патне, Христос чăтăмлăхĕ патне çул кăтарттăр.
Наянлăхран асăрхаттарни
(6) Эй, тăвансем! Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе эпир сире хистесех çакна калатпăр: наянланса пурăнакан тăванăрсенчен пăрăнса çÿрĕр. Вĕсем эпир вĕрентнĕ пек пурăнмаççĕ.
(7) Пирнешкел пурăнмаллине эсир хăвăрах пĕлетĕр. Эпир вара сирĕн патăрта ĕçсĕр ларман,
(8) никамăн татăк çăкăрне те тарам çимен. Сире чăрмав кÿрес марччĕ тесе çĕрĕн-кунĕн ĕç ĕçлесе пурăнтăмăр.
(9) Паллах, ĕненекенсен шучĕпе пурăнма пирĕн ирĕк пур, анчах та, сирĕншĕн тĕслĕх пулас тесе, эпир хамăра хамăр тăрантарса пурăнтăмăр.
(10) Сирĕн патăрта пурăннă чухнех эпир сире çапла вĕрентеттĕмĕр: «Кам ĕçлемест, çав çимест».
(11) Анчах та сирĕн патăрта хăшĕ-пĕрисем ĕçлеме ÿркенеççĕ, ĕçрен тарма тăрăшаççĕ текен сас-хура пирĕн хăлхана та кĕчĕ.
(12) Унашкаллисене Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе пули-пулми сăмах вакламасăр ĕçлеме, хăйсене хăйсем тăрантарса пурăнма ÿкĕтлетпĕр.
(13) Эсир вара, тăвансем, ырă туса пурăннăшăн ан хуйхăрăр.
(14) Çак çырури сăмахсене кам та кам пăхăнас темест, астуса юлăр та, ăна намăс пултăр тесе, унпа хутшăнса ан пурăнăр.
(15) Анчах та ăна тăшман вырăнне ан хурăр, тăвана ÿкĕтленĕ пек ÿкĕтлĕр.
Пиллени
(16) Сире канăçлăх Турри Хăй пур енчен те яланах канăçлăх патăр. Хуçа Турă сирĕнпе пуринпе те пултăр.
(17) Çырусене чăнласах хам янине паллă тумашкăн эпĕ, Павел, хам аллăмпах çапла çырса саламлатăп.
(18) Сире пурне те Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕ пултăр. Аминь.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓
[…] çыру çырса йарса вĕрентнине тытса пурăнăр”, тенĕ (2 Солун. II—15) „Кам та пулин епир çак çыру çине мĕн çырнине […]
КилĕштересКилĕштерес