Павел Тит патне Янă Çыру


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Сăваплă Павел Апостолăн Тит патне Янă Çырăвĕ

Тит 1

Саламлани

(1) –

(4) Турă чуринчен тата Иисус Христос апостолĕнчен Павелран – ĕненÿри чăн ывăлăма Тита. Мана Турă суйласа илнисене ĕнентерме, вĕсене чăнлăха – Турра хисеплессине – уçса пама, ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕмешкĕн шанчăк пама янă. Хăйĕн сăмахне тытакан Турă çав шанчăка чăн малтанах пама пулнă. Палăртнă вăхăт çитсессĕн вара Çăлакан Туррăмăр Хăйĕн Сăмахне вĕрентме мана хушрĕ, мана шанса пачĕ. Атте Турăран тата Иисус Христос Хуçамăртан – хамăра Çăлаканран – сана тивлет, ырăлăх тата канăçлăх пултăр!

Титăн Критри тивĕçĕсем

(5) Пĕтермен ĕçсене туса пĕтертĕр тесе, кашни хуларах пресвитерсем ларттăр тесе сана эпĕ Критра хăвартăм. Эпĕ сана çапла хушнăччĕ:

(6) вĕсем таса чунлă, арăмне ĕмĕрлĕх парăннă çынсем пулмалла. Ачи-пăчисем те вĕсен Турра ĕненекенсем, аскăн е чарусăр ят илменскерсем пулччăр.

(7) Мĕншĕн тесен чиркÿ ертÿçин ĕненекен ушкăна, Турă çуртне йĕркелесе тăракан пек, ертсе пымалла, хăйĕн таса пулмалла. Вăл пуçтах, кăра, ĕçкĕç, çапăçакан, çăткăн ан пултăр.

(8) Пачах та урăхла, унăн тараватлă, ырăлăхлă, таса шухăшлă, тĕрĕслĕхлĕ, Турра хисеплекен, хăйне хăй тытма пĕлекен пулмалла.

(9) Çынсене тĕрĕс вĕрентÿпе ÿкĕте кĕртес тесен, хирĕççисене питлеме пултарас тесен, чиркÿ ертÿçин хăйне вĕрентнĕ чăн сăмаха çирĕп тытса пурăнмалла.

(10) Çынсем хушшинче пăхăнас мар текенсем те, пуш сăмах çаптаракансем те, ултавçăсем те нумай-ха. Çавнашкаллисем ÿт кастарнисем хушшинче ытларах.

(11) Вĕсен çăварĕсене хупламалла: мула хапсăннипе вĕсем Турра юрăхсăррине вĕрентсе çÿреççĕ, çапла вара çынсене килĕ-килĕпе пăсса пĕтереççĕ.

(12) Вĕсен хăйсен пĕр сăвăçиех çапла каланă пулнă: «Крит çыннисем – тискер кайăксем, харам пырсем – тăтăшах суеçтереççĕ!»

(13) –

(14) Вăл калани тĕрĕсех. Çавăнпа та, ĕненĕве тĕрĕс тытса пыччăр тесе, иудейсен халапĕсене тата чăнлăхран пăрăнса кайнă çынсем хушнине ан итлеччĕр тесе, вĕсене вирлĕн питле.

(15) Тасисемшĕн йăлтах таса, ирсĕррисемшĕн, ĕненменнисемшĕн таси нимĕн те çук, мĕншĕн тесен вĕсен ăсĕ те, чунĕ те ирсĕрленнĕ.

(16) Вĕсем Турра пĕлетпĕр теççĕ, анчах ĕçĕсемпе Турра хирĕçлеççĕ. Вĕсем киревсĕр, итлемеççĕ, нимĕнле ырă ĕç те тума пултараймаççĕ.

Тит 2

Тĕрĕс вĕрентÿпе епле пурăнмаллине ÿкĕтлесси

(1) Эсĕ вара тĕрĕс вĕрентÿпе килĕшÿллине кала:

(2) ватăсем сыхă, мăнаçлă тата таса шухăшлă пулччăр; ĕненÿре, юратулăхра, тÿсĕмлĕхре çирĕп пулччăр.

(3) Карчăксем ĕненекене килĕшÿллĕ пек тумланччăр; элеклемесĕр, сăра-эрех ăшне путмасăр пурăнччăр, ырра вĕрентчĕр.

(4) Вĕсем çамрăк арăмсене упăшкипе ачи-пăчине юратма,

(5) таса шухăшлă, çылăха кĕмесĕр пурăнма, килшĕн тăрăшма, ырă пулма, упăшкисене пăхăнса пурăнма вĕрентчĕр – çапла тусан Турă сăмахĕ хур пулмĕ.

(6) Яшсене те таса шухăшлă пулма ÿкĕтле.

(7) Ырă ĕçÿпе вĕсемшĕн тĕслĕх пул. Эсĕ ÿкĕтлени таса та танлă, пăсăк мар пултăр.

(8) Сăмаху сулмаклă та тиркеме çук пултăр, пире хирĕçлекен пирĕн çинчен начар калайманнипе намăса юлтăр.

(9) Чурасене хăйсен хуçисене пур енчен те пăхăнса, юраса, вĕсемпе тавлашмасăр пурăнма ÿкĕтле.

(10) Вĕсем ан вăрлаччăр, пур енчен те шанчăклă пулччăр – çапла туса хамăра Çăлакан Туррăмăр вĕрентĕвне татах илем кÿччĕр.

(11) Ĕнтĕ Туррăн пур çынсене те çăлакан ырăлăхĕ çитрĕ.

(12) Çав ырăлăх пире кунти пурăнăçра Турăсăр ĕçсене тата ку тĕнче киленĕçне пăрахăçласа, таса шухăшлă та тÿрĕ, Турра хисеплесе пурăнма вĕрентет.

(13) Пире çав ырăлăх шанчăк çитес телейлĕ куна – хамăра Çăлакан аслă Туррăмăр Иисус Христос мухтавлă килес куна – кĕтме вĕрентет.

(14) Пире усаллăхран тÿлесе илес тесе, Хăй валли сăвапласа тасатнă, тăрăшуллă, ырă тума пĕлекен, уйрăм халăх пултарас тесе, Христос Хăйне пирĕншĕн вилĕме панă.

(15) Çапла каласа ÿкĕтле, пĕтĕм хăватупа питле! Сан çине никам та çÿлтен ан пăхайтăр!

Тит 3

Ырă ĕçсем тусах тăрăр

(1) Çакна астутарсах тăр: вĕсем пуçлăхсене, влаçсене итлесе, пăхăнса пурăнччăр, кирек епле ырă ĕç тума та хатĕр пулччăр.

(2) Вĕсем пуринпе те шăкăл-шăкăл калаçчăр, харкашса ан çÿреччĕр, çемçе кăмăллă пулса, хăйсене пур çынпа та йăваш тыткалаччăр.

(3) Мĕншĕн тесен эпир хамăр та тахçан айванччĕ, пăхăнмастăмăрччĕ, çĕтсе кайнăччĕ; çылăхлă кăмăлпа тĕрлĕ киленĕç чурисемччĕ, çилленсе-кĕвĕçсе пурăнаттăмăр, киревсĕрччĕ, пĕр-пĕрне кураймастăмăр.

(4) Анчах та Çăлаканăмăр, Туррăмăр, ырăлăхĕ çитсен, Унăн этеме савакан кăмăлĕ уçăлсан,

(5) пире Вăл тÿрĕ ĕçĕмĕрсемшĕн мар, Хăй ырăлăхлă пулнăран чĕрĕлÿ шывĕпе тасатса, Святой Сывлăшпа çĕнетсе тăчĕ.

(6) –

(7) Пире, Унăн ырăлăхĕпе тÿрре тухнăскерсене, хамăр шаннă пекех, ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулччăр тесе, Вăл Святой Сывлăшне Иисус Христос урлă çителĕклех пачĕ.

(8) Çак сăмахсем тĕрĕс. Турра ĕненекенсем ырă ĕç тума ăнтăлччăр тесе, ман сана çак сăмахсене çине-çинех калама ыйтассăм килет. Ырă ĕç туни этемшĕн аван, усăллă.

(9) Анчах та пушă тавлашусенчен пăрăн, йăх-несĕл тымарĕсем çинчен сÿпĕлтетнĕ çĕре, саккун пирки хĕрсе кайса калаçнă çĕре ан хутшăн, мĕншĕн тесен ку усăсăр, харам ĕç кăна.

(10) Пăсăк ĕненÿллĕ çынна вара пĕрре асăрхаттар, тепре асăрхаттар, унтан пăрăнса ут.

(11) Пĕлсех тăр: унашкаллисем ăсне пăснипе, çылăха кĕнипе хăйсене хăйсемех айăплă тунă ĕнтĕ.

Хушнисем, салам янисем

(12) Эпĕ сан патна Артемăна е Тихика ярсан, эсĕ ман патăма Никополе хăвăртрах кил: эпĕ унта хĕл каçма шут тытрăм.

(13) Саккуна ста пĕлекен Зинăна тата Аполлоса çула ăсатнă чух, тархасшăн, вĕсене мĕн кирлине йăлтах çителĕклĕ парса яма тăрăш.

(14) Усси пултăр тесен, хамăр çынсем те кулленхи пурăнăçра ырă тума, пĕр-пĕрне пулăшма вĕренччĕр.

(15) Манпа пĕрле пурăнакансем сана пурте салам яраççĕ. Ĕненсе пире юратакансене пурне те салам кала. Пурсăра та тивлет пултăр! Аминь.

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Павел Тит патне Янă Çыру” çине пĕр шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.