Сăваплă Павел Апостолăн Тимофея Янă Пĕрремĕш Çырăвĕ


Сăваплă Павел Апостолăн Тимофея Янă Пĕрремĕш Çырăвĕ

1 Тимофея 1

Саламлани

(1) Хамăра Çăлакан Туррăмăр тата хамăр шанчăкăмăр Иисус Христос Хуçамăр хушнипе Унăн апостолĕ пулма тивĕçнĕ Павелран –

(2) ĕненÿри чăн-чăн ывăлăма Тимофея. Сана Атте Туррăмăрпа Христос Иисус Хуçамăртан ырăлăх, тивлет тата канăçлăх пултăр.

Суя вĕрентÿсенчен асăрхаттарни

(3) Хам Македоние çула тухас умĕн эпĕ сана Ефесрах юлма ыйтнăччĕ, унти суя вĕрентÿсем саракансене чарăнма хушса ÿкĕтлеме ыйтсаттăм.

(4) Эсĕ вĕсене халап хыççăн кайма, йăх-несĕл тымарĕсене тĕпчесе вĕçсĕр-хĕрсĕр аппаланма чар. Унашкал аппаланни тавлаштарса ярать кăна, Турă хушнă пек ĕненме чăрмантарать кăна.

(5) Ÿкĕтĕн тĕллевĕ вара – таса чĕререн, таса чунран, чăн-чăн ĕненÿрен килекен юратулăх.

(6) Хăшĕ-пĕрисем, çак тĕллеврен пăрăнса, пуш сăмах çаптарас çул çине тăнă.

(7) Вĕсем Турă йĕркине вĕрентесшĕн, анчах та хăйсем мĕн каланине, мĕне ĕнентересшĕн пулнине хăйсем те ăнланмаççĕ.

(8) Саккунпа тĕрĕс усă куракан çыншăн саккун лайăххине эпир пĕлетпĕр.

(9) Унашкал çын хăй те çакна лайăх пĕлет: саккуна тÿрĕ пурăнакансем валли çырман. Саккун вăл – йĕркесĕррисемпе пăхăнманнисем валли, Турра хисеплеменнисемпе çылăхлисем валли, пăсăккисемпе ирсĕррисем валли, ашшĕ-амăшĕ çине алă çĕклекенсем валли, çын вĕлерекенсем валли,

(10) ясаррисем валли, арçынпа асакан арçынсем валли, чура сутуçисем валли, элекçĕсем, выльхпа асакан арçынсем валли, суеçĕсем, тупа тунине пăсакансем валли, тĕрĕс вĕрентĕве хирĕçлекен мĕн пур çын валли.

(11) Ырăлăхлă Туррăн мухтавлă Ырă Хыпарне пĕлтерме мана та шанса панă.

Хĕрхеннĕшĕн Турра тав туни

(12) Хама вăй-хăват панă Христос Иисус Хуçамăра тав тăватăп. Вăл мана шанса Хăйшĕн ĕçлеме ирĕк пачĕ.

(13) Эпĕ малтан Христоса ĕненекенсене хурлаттăм, хĕсĕрлеттĕм, кÿрентереттĕм. Анчах та эпĕ пĕлменрен, ĕненменрен çапла хăтланнă пирки Турă мана хĕрхенчĕ.

(14) Иисус Христоса ĕненсе юратсан вара чун-чĕрем Хуçамăрăн Иисус Христосăн ырăлăхĕпе тулчĕ.

(15) Эпĕ калани чăн, çав сăмаха пирĕн тĕппипех йышăнмалла: Христос Иисус çак тĕнчене çылăхлисене çăлма килнĕ. Эпĕ – çылăхлисенчен те çылăхлăрах.

(16) Христос Иисус Хăйĕн виçесĕр чăтăмлăхне чи малтан ман урлă палăрттăр тесе, малашлăхра Хăйне ĕненекенсем ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулмашкăн манра тĕслĕх курччăр тесе Турă мана хĕрхенчĕ те.

(17) Ĕмĕрлĕх Патшине, вилĕмсĕр те курăнми пĕртен-пĕр ăслăран та ăслă Турра, ĕмĕр-ĕмĕр чыс та мухтав пултăр. Аминь.

(18) Тимофей ывăлăм! Сан пирки тахçанах каланă пророкла сăмахсемпе килĕшÿллĕн эпĕ сана канаш паратăп. Çав сăмахсемпе хĕç-пăшалланса лайăх çар çынни пек çапăç,

(19) ĕненÿллĕ те таса чунлă пул. Хăшĕ-пĕрисем çав пахалăхсене çухатрĕç те, вĕсен ĕненĕвĕ карап путнă пек путланчĕ.

(20) Çавнашкаллисем хушшинче – Именейпе Александр. Эпĕ вĕсене, Турра хурласа калаçма юраманнине пĕлччĕр тесе, шуйттана патăм.

1 Тимофея 2

Кĕлтума вĕрентни

(1) Чи малтанах эпĕ сана çакна каласшăн: мĕн пур çынсемшĕн Турра кĕлтăвăр, тархаслăр, йăлăнăр, тав тăвăр.

(2) Хамăрăн лăпкăн та канăçлăн, Турра хисеплесе, тасан пурăнмалла пултăрччĕ тесе, патшасемшĕн те, мĕн пур пуçлăхсемшĕн те кĕлтăвăр.

(3) Çапла туни Турăшăн, Çăлаканăмăршăн аван, юрăхлă.

(4) Турă мĕн пур çын çăлăнтăр, чăнлăха пĕлсе çиттĕр тет.

(5) Мĕншĕн тесен Турă пĕрре, этемпе Турă хушшинче Тăраканни те – Иисус Христос çын – пĕрре.

(6) Мĕн пур çынсене çылăхран тÿлесе илес тесе, Вăл Хăйĕн пурăнăçне панă. Хăй вăхăтĕнче çапла çирĕплетсе пĕлтернине

(7) ытти халăхсем хушшине сармашкăн мана ÿкĕтлевçĕ тата апостол пулма суйланă. Эпĕ суймастăп, Христос умĕнче чăннине калатăп! Мана Турра пĕлмен халăхсене чăнлăхпа ĕненÿ çинчен каласа вĕрентме суйланă.

(8) Çапла ĕнтĕ, эпĕ арçынсен пур ял-хулара та кĕлтумалла тетĕп. Вĕсем çилленмесĕр, иккĕленмесĕр аллисене Турă патнелле таса шухăшпа çĕклеччĕр тетĕп.

(9) Тата хĕрарăмсем те тирпейлĕ тумтирпе çÿреччĕр, вăтанма, таса шухăшлă пулма пĕлччĕр. Çÿçне-пуçне капăрлатас, ылтăнпа тата ĕнчĕпе илемленес, чаплă тум тăхăнас вырăнне

(10) ырă ĕç туса палăрччăр. Турра хисеплекен хĕрарăмсен çапла пулмалла та.

(11) Ÿкĕтсене хĕрарăм пĕр сăмахсăр, хирĕçлемесĕр итлетĕр.

(12) Хĕрарăм арçынна ан вĕренттĕр, унпа ан хуçалантăр, чĕнмесĕр тăтăр.

(13) Çакна эпĕ акă мĕншĕн калатăп: Турă малтан Адама пултарнă, кайран – Евăна.

(14) Адам хăй улталанман, хĕрарăм, илĕртĕнсе, çылăха кĕнĕ.

(15) Анчах та хĕрарăм ача çуратса ÿстерсе çăлăнма пултарать. Паллах, çăлăнас тесессĕн унăн ĕненсе, юратса, таса, виçине пĕлсе пурăнмалла.

1 Тимофея 3

Чиркÿ пуçлăхĕсен мĕнле пулмалла

(1) Чăннипех, кам чиркÿ пуçлăхĕ пуласшăн, çав ырă ĕç тăвасшăн.

(2) Анчах та чиркÿ пуçлăхĕн никам тиркейми тÿрĕ пурăнмалла: пĕрре кăна авланмалла, хăйне хăй тытма пĕлмелле. Унăн таса шухăш-кăмăллă, йĕркеллĕ, тараватлă пулмалла, вĕрентме пĕлмелле.

(3) Чиркÿ пуçлăхĕн ĕçкĕç, çын çине алă çĕклекен, чăркăш, хăй уссишĕн тăрăшакан, мулшăн çунакан пулмалла мар. Вăл йăваш та лăпкă çын пултăр.

(4) Вăл лайăх кил хуçи, лайăх ашшĕ пултăр, ачисем ăна хисеплеччĕр, итлеччĕр.

(5) Енчен те çын хăйĕн кил-йышне, хуçалăхне йĕркеллĕ тытаймасть пулсан, епле-ха вăл Турă Чиркĕвĕшĕн тăрăшайтăр?

(6) Чиркÿ пуçлăхне анчахрах тĕне кĕнисене лартмалла мар, мĕншĕн тесен унашкалли мăнкăмăлланса кайма пултарĕ. Вара, шуйттан пекех, суд айăплавне тивĕç пулĕ.

(7) Тата чиркÿ пуçлăхĕ çинчен чиркĕве çÿременнисем те ырăпа калаçчăр. Ун пирки япăх калаçсан унăн шуйттан танатине лекмелле пулĕ.

Чиркÿри пулăшуçăсен мĕнле пулмалла

(8) Çавнашкалах диаконсем те хисепе тивĕç çынсем пулмалла. Вĕсем икĕ питлĕ, ĕçкĕç, хăй уссишĕн тăрăшакан çынсем ан пулччăр.

(9) Ĕненÿ вăрттăнлăхне вĕсем таса чунĕсенче упраччăр.

(10) Чиркÿри пулăшуçă пулас текенсене вара малтан тĕрĕслесе пăхмалла, кăлтăк-сăлтăк тупăнмасан тин чиркÿре ĕçлесе тăма ирĕк памалла.

(11) Чиркÿре пулăшса тăракан хĕрарăмсен те хисепе тивĕç пулмалла. Вĕсем элекçĕсем ан пулччăр, хăйсене хăйсем тытма пĕлччĕр, пур енчен те шанчăклă пулччăр.

(12) Чиркÿри пулăшуçă та пĕрре кăна авланнă çын пулмалла. Вăл ачи-пăчине те, хуçалăхне те лайăх пăхаканскер пултăр.

(13) Мĕншĕн тесен ĕçĕсене лайăх туса пынă чиркÿри пулăшуçăсем аслăрах вырăна кĕме тивĕçеççĕ, Христос Иисуса ĕненсе вĕсем хăюлланаççĕ.

Пирĕн ĕненĕвĕн вăрттăнлăхĕ

(14) Çакна эпĕ сан патна часах çитсе курасса шанса çыратăп.

(15) Эпĕ часах пыраймасан, хăвна Турă çуртĕнче епле тыткаламаллине пĕлсе тăтăр тетĕп. Турă çурчĕ вăл – чĕрĕ Туррăн Чиркĕвĕ, чăнлăх никĕсĕпе тĕрекĕ.

(16) Паллах, эпир Турра хисепленин вăрттăнлăхĕ пысăкран та пысăк: Турă ÿтленсе килнĕ, Вăл Кам пулнине Сывлăш çирĕплетнĕ, Ăна ангелсем те курнă, Ун çинчен ытти халăхсене ÿкĕтлесе вĕрентнĕ, тĕнче Ăна ĕненсе йышăннă, тÿпене Вăл мухтавлăхпа çĕкленнĕ.

1 Тимофея 4

Ĕненме пăрахас вăхăтсем çинчен калани

(1) Юлашки вăхăтсенче хăшĕ-пĕрисем ĕненме пăрахасси çинчен Святой Сывлăш татăклăн калать. Вĕсем аташтаракан сывлăшсене итлĕç, шуйттанла вĕрентÿсем хыççăн кайĕç.

(2) Çавнашкал вĕрентÿсене икĕ питлĕ, çунса кĕлленнĕ чунлă суя вĕрентÿçĕсем сарĕç.

(3) Вĕсем мăшăрланма, хăш-пĕр апат-çимĕçе çиме чарĕç. Анчах та ĕненекенсем, чăнлăха пĕлекенсем тав туса çиччĕр тесе пур апат-çимĕçе те Турă пултарнă-çке-ха.

(4) Турă пултарни вара йăлтах лайăх, тав туса йышăнсассăн йăлтах аван,

(5) мĕншĕн тесен вăл Турă сăмахĕпе тата кĕлĕ тунипе сăвапланать.

Христосăн лайăх тарçи

(6) Эсĕ çакна ĕненекен тăвансене ăнлантарса парсассăн, Иисус Христосăн лайăх тарçи пулатăн. Лайăх тарçă вара ĕненÿ сăмахĕсенчен тата хăй йышăннă ырă вĕрентÿрен вăй-хăват илет.

(7) Карчăк-кĕрчĕкĕн юрăхсăр сăмах-юмахне итлессинчен пăрăн, Турра хисеплессине аталантар.

(8) Мĕншĕн тесен ÿт-пĕве аталантарни пĕр енчен кăна усăллă, Турра хисеплессине аталантарни вара пур енчен те усăллă. Вăл пире хальхи пурăнăçра та шанчăк парать, ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕме те шантарать.

(9) Сăмахăм тĕрĕс, ăна пурте тĕппипех йышăнма тивĕç.

(10) Мĕншĕн тесен эпир чĕрĕ Турра шаннăран тăрăшатпăр, хур кăтартнине тÿсетпĕр. Чĕрĕ Турă вара – пур çынна та, уйрăммăнах ĕненекенсене, Çăлакан.

(11) Çапла каласа ÿкĕтле, вĕрент.

(12) Сана çамрăк тесе никам та çÿлтен ан пăхтăр. Ĕненекенсем санăн сăмахна, пурăнăçна, юратулăхна, чун-чĕмне, ĕненĕвне, тасалăхна тĕслĕх вырăнне хуччăр.

(13) Эпĕ пыриччен эсĕ çынсене Çырнине вуласа пар, ÿкĕтле, вĕрент.

(14) Пророкла каланисемпе килĕшÿллĕн священниксем алă хунипе хăвна панă пултарулăхна сая ан яр.

(15) Пурин куçĕ умĕнче те сан çитĕнĕвÿсем паллă пулччăр тесен, яланах тивĕçÿ çинчен шухăшла, пĕтĕм чунна парса тăрăш.

(16) Хăвна та, ху мĕне вĕрентнине те лайăхрах пĕлме тăрăш. Çапла тусассăн çеç эсĕ хăвна та, хăвна итлекенсене те çăлма пултарăн.

1 Тимофея 5

Ĕненекенсем умĕнче хăвна мĕнле тыткаламалла

(1) Ватă çынна ÿпкелешмесĕр, аçу вырăнне хурса, çамрăксене шăллу вырăнне хурса ÿкĕтле.

(2) Карчăксене аннÿ вырăнне хурса, çамрăк хĕрарăмсене йăмăку вырăнне хурса таса чунлăн ÿкĕтле.

(3) Хăр тăлăх тăрса юлнă арăмсене хисеплесе пулăш.

(4) Енчен те тăлăх арăмăн ачисем е мăнукĕсем пулсассăн, вĕсем чи малтан кил-йышне хисеплеме вĕренччĕр. Ачи-пăчисем ашшĕ-амăшне ырăпа тавăрччăр. Çапла туни Турра юрăхлă.

(5) Чăн-чăн тăлăх арăм, пĕччен юлсан та, Турра шанать, кунĕн-çĕрĕн Турра йăлăнса кĕлтăвать.

(6) Киленсе кăна пурăнакан тăлăх арăм вара чĕрĕллех вилнĕ пулать.

(7) Çаксене йăлтах эсĕ вĕсене каласа ăнлантар. Вара вĕсем тасан пурăнĕç.

(8) Кам тăванĕсемшĕн, уйрăммăнах кил-йышĕшĕн, тăрăшмасть, çав ĕненÿрен пăрăннă, унашкалли ĕненмен çынран та япăхрах.

(9) Утмăл çула çитнисене, пĕрре кăна качча кайнисене чиркÿри тăлăх арăмсен шутне кĕрт.

(10) Çав тăлăх арăмсен ырă ĕçĕсемпе палăрмалла: ачисене пăхса ÿстермелле, ĕненекен çул çÿренсемпе тарават пулмалла, ĕненекен тăвансен урисене çуса ямалла, инкеке лекнисене пулăшмалла, кирек епле ырă ĕçе те тăрăшса тумалла.

(11) Çамрăккисене вара чиркÿри тăлăх арăмсен шутне ан кĕрт. Мĕншĕн тесен Христоса чунтан парăнас вырăнне вĕсем ÿт-пÿ хистени хыççăн каяççĕ, качча тухас шухăшпа пурăнаççĕ.

(12) Вĕсем ĕненĕве чунтан парăнмашкăн маларах панă сăмахне тытмаççĕ, çавăнпа та айăпа тивĕçлĕ.

(13) Тата вĕсем ĕçсĕр аптăраса килрен киле çÿреме хăнăхаççĕ. Вĕсем ĕçсĕр аптăраса çÿреççĕ кăна мар, элек сараççĕ, кирлĕ-кирлĕ мар çĕре хутшăнса кĕрсе каяççĕ, калама юраманнине калаççĕ.

(14) Çапла вара, çамрăк тăлăх арăмсене манăн качча кайма, ача-пăча çуратма, кил-çурта пăхса тăма хушас килет. Çапла тусан вĕсем хамăр тăшмансене усал сăмах сарма сăлтав памĕччĕç.

(15) Вĕсенчен хăшĕ-пĕри, ĕненме пăрахса, шуйттан хыççăн кайрĕ те ĕнтĕ.

(16) Ĕненекенсен кил-йышĕнче тăлăх арăм пур пулсан, чиркĕве йывăр ан пултăр тесе, тăлăха хăйсемех пулăшчăр. Вара чиркÿ хăр тăлăх арăмсене пулăшма вăй çитерĕ.

(17) Чиркĕве ертсе пыракан пресвитерсене, уйрăммăнах тăрăшса ÿкĕтлекеннисене, вĕрентекеннисене, ыттисенчен ытларах хисепле.

(18) Мĕншĕн тесен Çырнинче çапла каланă: «Авăн ашакан вăкăрăн çăварне ан хупла» тата «çлекен çын тÿлев илме тивĕçлĕ».

(19) Иккĕн е виççĕн айăп кăтартмасăр пресвитера айăпланине ан йышăн.

(20) Çылăха кĕрекенсене, ыттисем хăраччăр тесе, пĕтĕм халăх умĕнче питле.

(21) Турăпа Иисус Христос Хуçамăр тата çÿлти престол патĕнчи ангелсем умĕнче маларах асăрхаттарнине тытса пыма хушатăп. Никама та мала ан хур, кăмăлу хыççăн ан кай.

(22) Алă хумалли йăлана та васкаса ан ту, пĕлнĕ-пĕлмен çынна чиркÿре ĕçлекен туса, унăн çылăхĕсене ан хутшăн. Чун тасалăхне упра.

(23) Шыв ĕçсе кăна ан пурăн, малашне кăштах хĕрлĕ эрех те ĕçкеле. Вара вар-хырăмна усă пулĕ, тăтăшах чирлемĕн.

(24) Хăш-пĕр çынсем çылăха кĕни уççăнах палăрать, вĕсем айăпланасси те халех курăнать. Теприсен çылăхĕсем вара каярахпа тин паллă пулаççĕ.

(25) Ырă ĕçсем те çавнашкалах палăраççĕ; енчен те вĕсем ырă мар пулсан, пытарăнса юлаймĕç.

1 Тимофея 6

(1) Турă ятне тата Унăн вĕрентĕвне хур тума парас мар тесен, пусмăрта пурăнакан чурасен хăйсен хуçисене хисеплемелле.

(2) Хăш чурасен хуçисем хăйсем те Турра ĕненеççĕ пулсан, вĕсем пирĕн ĕненекен тăвансем-ха тесе, чурасен хăйсен хуçисене хисеплемесĕр тăмалла мар. Пачах урăхла, хуçисем хăйсен савнă ĕненекен тăванĕсем, ырă тăваканĕсем пулнине кура, чурасен хуçисемшĕн тата лайăхрах тăрăшса ĕçлемелле. Çапла ÿкĕтлесе вĕрент.

Суя вĕрентÿ тата чăн-чăн пуянлăх

(3) Кам та кам урăхла вĕрентет, Иисус Христос Хуçамăрăн тĕрĕс сăмахĕсемпе тата Турра хисеплемелли вĕрентÿпе килĕшмест, –

(4) çавă мăнкăмăллă, вăл нимĕн те пĕлмест. Анчах та, çиеле тухасшăн, яланах тавлашать. Тавлашусем вара кĕвĕçÿ, хирĕçÿ, йывăр сăмах, киревсĕр шанманлăх çуратаççĕ.

(5) Усăсăр тавлашусем пăсăк слă çынсем хушшинче сиксе тухаççĕ. Вĕсем, чăнлăха çухатса, Турра хисеплени пуйтарать тесе шухăшлаççĕ. Унашкаллисемпе ан çыхлан.

(6) Мĕн пуррипе çырлахма пĕлекен çынсемшĕн Турра хисеплени, чăнах та, пысăк пуянлăх.

(7) Мĕншĕн тесен эпир ку тĕнчене пуш алăпа килнĕ, каясса та, паллах, пуш алăпах кайăпăр.

(8) Çимелли, тумланмалли пулсассăн çырлахăпăр.

(9) Пуяс текенсем вара, шуйттан илĕртнипе улталанса, танатана çакланаççĕ. Вара вĕсем тĕрлĕ ăссăр та сиенлĕ шухăш-кăмăл хыççăн кайса шар кураççĕ, пĕтеççĕ.

(10) Мĕншĕн тесен пĕтĕм инкек-синкек сăлтавĕ – укçана юратни. Хăшĕ-пĕри, укçа хыççăн хăваласа, ĕненĕвĕн тĕрĕс çулĕнчен пăрăнса кайрĕç те хăйсене валли хăйсемех нумай хуйхă тупрĕç.

Ĕненÿшĕн чыслăн кĕрешесси

(11) Эсĕ вара, Туррăн çынни, унашкаллинчен пăрăнса çÿре; тÿрĕлĕх, Турра хисеплени, ĕненÿ, юратулăх, чăтăмлăх, йăвашлăх патне ăнтăл.

(12) Эсĕ ĕненÿшĕн чыслăн кĕреш. Сана ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕмешкĕн суйласа илнĕ. Эсĕ ун çинчен нумай çын умĕнче аван çирĕплетсе пĕлтертĕн. Ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕресчĕ тесе тăрăш.

(13) Пурне те пурăнăç паракан Турă ячĕпе тата Понтий Пилат умĕнче Хăй çинчен чаплăн каласа пĕлтернĕ Христос Иисус ячĕпе сана çапла хушса калатăп:

(14) Иисус Христос Хуçамăр тепре киличченех хăвна мĕн хушнине тасан та лайăххăн туса пурăн.

(15) Палăртнă вăхăт çитсессĕн пĕртен-пĕр, хăватлă, ырăлăхлă патшасен Патши, хуçасен Хуçи тĕнчене Христоса ярĕ.

(16) Турă – пĕртен-пĕр вилĕмсĕрскер, çитме çук çутăра пурăнаканскер, этемсенчен пĕри те Ăна курман, кураяс та çук. Вăл ĕмĕр-ĕмĕр мухтавлă та хăватлă! Аминь.

(17) Ку тĕнчере пуяннисене каласа ÿкĕтле: вĕсем хăйсене ытлашши мăнна ан хуччăр, ултавлă пуянлăхне мар, чĕрĕ Турра шанччăр. Пире савăнса пурăнма мĕн кирлине Турă туллин парать.

(18) Пуянсене ырă ĕç тума ÿкĕтле, вĕсем ырă ĕçĕсемпе пуян пулччăр, укçи-тенкине ан хĕрхенччĕр, яланах пулăшма хатĕр пулччăр.

(19) Çапла тусан вĕсем ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕмешкĕн мул пухĕç. Çав мул вара – пуласлăхăн çирĕп никĕсĕ.

(20) Тимофей! Хăвна шанса панине упра. Пуш сăмахран тата пĕлÿ текен, анчах чăнлăха хирĕçлекен суя сăмахран пăрăн.

(21) Шел пулин те, хăшĕ-пĕрисем, çавнашкал пĕлÿ хыççăн кайса, ĕненÿрен пăрăнчĕç. Сана Турă тивлечĕ пултăр. Аминь.

Advertisements

Сăваплă Павел Апостолăн Тимофея Янă Пĕрремĕш Çырăвĕ” çине пĕр шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s