Павел Тимофея Янă Иккĕмĕш Çыру


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Павел Апостолăн Тимофея Янă Иккĕмĕш Çырăвĕ

2 Тимофея 1

Саламлани

(1) Турă ирĕкĕпе Иисус Христос апостолĕ пулма тивĕçнĕ, Христос Иисус урлă ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулма шанчăк илнĕ Павелран –

(2) ĕненÿри савнă ывăлăма Тимофея. Атте Турăпа Иисус Христос Хуçамăртан сана ырăлăх, тивлет, канăçлăх пултăр.

Ырă Хыпара чунтан парăнни

(3) Эпĕ Турăшăн мăн асаттемĕрсем пекех таса чунпа ĕçлесе тăратăп. Хамăн кĕллĕмре эпĕ сана çине-çинех, ирĕн-каçăн асилетĕп, саншăн Турра тав тăватăп.

(4) Эсĕ маншăн куççуль тăкнине асилетĕп те – сана курассăм килет. Курса чун-чĕререн савăнăттăмччĕ.

(5) Эсĕ чунтан ĕненнине те асилетĕп. Лоида асаннÿ те, Евника аннÿ те çавнашкалах ĕненетчĕç. Çав ĕненÿ санра пуррине шанатăп.

(6) Çавăнпа та асту, Турă панă пултарулăха сÿнме ан пар; çав пултарулăха эпĕ сана алă хурсах парсаттăм.

(7) Турă пире хăрав сывлăшне паман-çке-ха. Вăл пире хăватлă, юратуллă, таса ăслă сывлăш панă.

(8) Эппин Иисус Христос Хуçамăр çинчен çирĕплетсе пĕлтермешкĕн ан вăтан. Манран та, Уншăн тĕрмере лараканскертен, ан имен. Христос çинчен Ырă Хыпар пĕлтернĕшĕн асап курасран ан хăра, мĕншĕн тесен Турă пире вăй парсах тăрать.

(9) Турă пире ĕçĕмĕрсене кура мар, Хăйĕн шухăш-кăмăлĕпе, ырăлăхĕпе çăлнă, Хăйĕн халăхĕ пулма чĕнсе илнĕ. Вăл пире çав ырăлăха Иисус Христос урлă ĕмĕрсем пуçланичченех пама пулнă.

(10) Анчах та пама пулни халĕ тин, Çăлаканăмăр Иисус Христос килсессĕн, палăрнă. Вăл вилĕме тĕп тунă, Ырă Хыпар урлă тĕнчене ĕмĕрлĕх пурăнăç илсе килнĕ.

(11) Çав Ырă Хыпара пĕлтермешкĕн мана ÿкĕтлевçĕ тата апостол, ытти халăхсен вĕрентÿçи тунă.

(12) Асапăм та манăн çав сăлтава пула, анчах та эпĕ вăтанмастăп. Мĕншĕн тесен эпĕ Кама ĕненнине пĕлетĕп, çав юлашки кун çитиччен Вăл Хăй мана шантарнине те вăйра хăварасса пĕлетĕп.

(13) Ху манран илтнĕ чăн-чăн вĕрентĕве тĕслĕх вырăнне хурса Иисус Христос панă ĕненÿпе тата юратулăхпа пурăн.

(14) Хăвна Турă шанса панă ыррине ăшăмăрти Святой Сывлăш пулăшнипе упра.

(15) Асирисем пурте, çав шутрах Фигелпа Ермоген та, мана пăрахнине эсĕ пĕлетĕн ĕнтĕ.

(16) Онисифор кил-йышне Хуçамăр ырăлăх патăрах. Эпĕ тĕрмере ларнинчен вăтанмасăрах Онисифор мана хавхалантарсах тăчĕ.

(17) Унтан та ытларах, хăй Римра чухне вăл мана шыраса тупма пултарчĕ.

(18) Çав юлашки кун çитсен Хуçамăр ăна Хăйĕн ырăлăхне курмалла тутăрах. Ефесра вăл мана мĕн тери пулăшнине эсĕ хăвах лайăх пĕлетĕн.

2 Тимофея 2

Иисус Христосăн шанчăклă салтакĕ

(1) Çапла вара, ывăлăм, Христос Иисусри ырăлăхпа тĕреклен.

(2) Эпĕ сана нумай çын умĕнче вĕрентсе каланăччĕ. Эсĕ çавна шанчăклă, ыттисене ÿкĕтлеме пултаракан çынсене вĕрент.

(3) Ĕнтĕ Иисус Христосăн шанчăклă салтакĕ пек пулса хĕн-хура тÿс.

(4) Нимĕнле çар çынни те пурăнăçри вак-тĕвек ĕçсемпе аппаланмасть. Ун пек вăл пуçлăхне юраймĕ.

(5) Ăмăртăва хутшăнакан та, йĕркене пăсса ăмăртсан, çĕнтерÿçĕ пуç кăшăлне нихăçан та тивĕç пулаймĕ.

(6) Тертленсе тырă-пулă ÿстернĕ çĕр ĕçченĕ те хăйĕн пайне чи малтан илме тивĕç.

(7) Эпĕ мĕн калани пирки тĕплĕн шухăшла. Хуçамăр сана йăлтах ăнланмалла тутăрах.

(8) Вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă Иисус Христос Хуçамăра, Давид йăхĕнчен тухнăскере, яланах асра тыт. Эпĕ пĕлтерекен Ырă Хыпар – Ун çинчен.

(9) Вăрă-хураха сăнчăрланă пек, мана Ырă Хыпар пĕлтернĕшĕн сăнчăрларĕç. Анчах та Турă сăмахне сăнчăрлаймăн.

(10) Çавăнпа, суйласа илнисем те Иисус Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса çăлăнăç тата ĕмĕрлĕх мухтав илччĕр тесе, эпĕ вĕсемшĕн тем тÿсме те хатĕр.

(11) Çак сăмахсем чăн: эпир Унпа пĕрле вилнĕ пулсан, Унпа пĕрлех чĕрĕлĕхлĕ пулăпăр.

(12) Эпир тÿсетпĕр пулсан, Унпа пĕрлех патшара ларăпăр. Эпир Унран тунсан, Вăл та пирĕнтен тунĕ.

(13) Эпир шанчăклă пулмасан та, Вăл яланах шанчăклă, мĕншĕн тесен Вăл Хăйĕнчен Хăй тунма пултараймасть.

Ырă ята тивĕçнĕ ĕçчен

(14) Çынсене çакна асилтерсех тăр: вĕсем хĕрÿ тавлашусене ан хутшăнччăр тесе Хуçа Турă ячĕпе тархасла. Унашкал тавлашусем итлекенсене усă мар, сиен кăна кÿреççĕ.

(15) Турă умĕнче ырă ята тивĕçмешкĕн тăрăш; пĕр кăлтăксăр ĕçчен пек, чăнлăх сăмахне тĕрĕс вĕрент.

(16) Юрăхсăр, пуш калаçусенчен пăрăн, мĕншĕн тесен пуш сăмах вĕçтерекенсем сÿпĕлтете-сÿпĕлтете Турра хисеплеми пулсах пырĕç.

(17) Вĕсен сăмахĕ рак чирĕ пек сарăлĕ. Именейпе Филит та çавнашкалах

(18) чăнлăхран пăрăнса кайнă. Вĕсем, вилĕмрен чĕрĕлсе тăрасси пулса иртнĕ ĕнтĕ тесе, хăшĕ-пĕрисен ĕненĕвне пăсаççĕ.

(19) Анчах та Турă хывнă никĕс çирĕппипех; унта çапла çырнă: «Хуçа Турă Хăйĕннисене пĕлет». Тата çапла çырнă: «Хуçа Турă ятне асăнакан кирек кам та йĕркесĕрлĕхрен пăрăнтăр».

(20) Пысăк кил-çуртра вара ылтăн-кĕмĕл савăт кăна мар, йывăçпа тăм савăт та пур. Пĕрисемпе чаплă лару-тăрура усă кураççĕ, теприсемпе – кулленхи пурăнăçра.

(21) Çапла вара, йĕркесĕрлĕхрен тасатнă çын чаплă савăт евĕр. Вăл – Хуçине юрăхлă, сăвапласа тасатнă, тĕрлĕрен ырă ĕçре усă курмалли хатĕр.

(22) Яш ĕмĕрĕн çылăхлă шухăшĕсенчен тар. Хуçа Турă ятне таса чун-чĕрепе асăнакансемпе пĕрле эсĕ тÿрĕлĕх, ĕненÿ, юратулăх, канăçлăх патне ăнтăл.

(23) Ăссăр та айван тавлашусене ан хутшăн: вĕсем хирĕçÿ кăларнине эсĕ хăвах пĕлетĕн.

(24) Хуçа Турă чурин хирĕçмелле мар, пуринпе те сăпайлă пулмалла, ÿкĕтлеме пĕлмелле, çилĕ тытмалла мар.

(25) –

(26) Хăйне хирĕçлекенсене те унăн йăвашшăн ÿкĕте кĕртмелле. Шуйттан вĕсене хăй танатине лектернĕ, хăйне пăхăнтарнă. Çав танатаран хăтарасчĕ тесе, чăнлăха пĕлмешкĕн Турă вĕсене ÿкĕнтерессе шанса вĕрентмелле.

2 Тимофея 3

Юлашки вăхăтсенче

(1) Çакна пĕлсе тăр: юлашки кунсенче йывăр вăхăтсем çитĕç.

(2) Мĕншĕн тесен çынсем хăйсене тата укçана кăна юратĕç. Вĕсем мăнкăмăллă, мухтанчăк, усал чĕлхеллĕ пулĕç; ашшĕ-амăшне итлеме пăрахĕç. Вĕсем тав тума та, çынна юратма та, Турра хисеплеме те пĕлмĕç.

(3) Ун чухне çынсем каçарма пĕлми, элекçĕ, хăйсене чарайми, хаяр, ыррине курайми пулĕç.

(4) Вĕсем сутăнчăк, сĕмсĕр, каппайчăк пулĕç; Турра юратас вырăнне киленсе пурăнма юратĕç.

(5) Вĕсем Турра хисепленçи тăвĕç, анчах та ăшра хисеплемĕç. Эсĕ вĕсемпе ан çыхлан.

(6) Унашкаллисем ют кил-йыша йăпшăнса кĕрсе каяççĕ те çăмăлттай хĕрарăмсен ăс-хакăлне тыткăнлаççĕ. Çылăх ăшне путнă хĕрарăмĕсем те тăрлавсăр кăмăлĕсем хыççăн каяççĕ.

(7) Вĕсем çĕнĕрен те çĕнĕ вĕрентÿсем хыççăн хăваласа чăнлăх мĕнне пĕлеймесĕрех юлаççĕ.

(8) Ианнийпе Иамврий Моисея епле хирĕçленĕ, çав суя вĕрентÿçĕсем те çаплах чăнлăха хирĕç тăраççĕ. Вĕсем пăсăк ăслă, чăн ĕненÿ мĕнне те пĕлмеççĕ.

(9) Анчах та вĕсем инçех каяймĕç, мĕншĕн тесен вĕсен ăссăрлăхĕ, лешсенни пекех, пĕтĕм халăх умĕнче палăрĕ.

Тимофея юлашкинчен вĕрентсе калани

(10) –

(11) Ÿкĕтĕм, пурăнăçăм, тĕллевĕм, ĕненĕвĕм, чăтăмлăхăм, юратулăхăм, çирĕплĕхĕм, терт-асапăм – çаксем пурте саншăн тĕслĕх. Антиохипе Иконире тата Листрăра мана ĕненÿшĕн мĕнле хĕн-хур, терт-асап кăтартнине эсĕ пĕлетĕн. Çав хĕн-хура эпĕ тÿссе ирттертĕм. Хуçа Турă мана хăтарса хăварчĕ.

(12) Тепĕр тесен, Турра хисеплесе, Христос Иисуспа пĕрлĕхлĕ пулса пурăнас текенсене пурне те хĕсĕрлĕç.

(13) Усал çынсемпе ултавçăсем вара, улталаса та улталанса, тата усалтарах ĕçсем тăвĕç.

(14) Эсĕ хăвна мĕне вĕрентнине, мĕн шанса панине çирĕп тытса пыр. Хăвăн вĕрентекенÿсене вара эсĕ аван пĕлетĕн.

(15) Çитменнине, эсĕ ачаранах Таса Çырнине пĕлсе çитĕннĕ. Çырнинче мĕн калани сана Христос Иисуса ĕненсе çăлăнăç тупмашкăн ăслăлăх парать.

(16) –

(17) Турă чурине чунпа аталанса çитмешкĕн, ырă ĕç тума хатĕр пулмашкăн Çырни пур. Ăна Турă Сывлăшĕн витĕмĕпе çырнă. Çырни вĕрентме те, питлеме те, тĕрĕс çул çине кăларма та, тÿрĕ пурăнмашкăн ÿкĕтлеме те усăллă.

2 Тимофея 4

(1) Иисус, тепре килсессĕн, Унăн Патшалăхĕ çитсессĕн, чĕррисене те, вилнисене те суд тăвĕ. Турăпа Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе тархасласа сана çакна калатăп:

(2) Турă сăмахне кирек хăçан та çине тăрса вĕрент, кирлĕ чухне çынсене питле, чар, пĕтĕм чăтăмлăхупа ăс парса ÿкĕтле.

(3) Вăхăт çитсессĕн çынсем чăн вĕрентнине итлес темĕç. Хăйсен кăмăлне тивĕçтермешкĕн вĕсем йăпăлтатакан, хитре калаçакан вĕрентекенсене суйлĕç.

(4) Юмах юптарнине юратса, тĕрĕс сăмахран пăрăнĕç.

(5) Эсĕ вара пур тĕлĕшĕнчен те тимлĕ пул, хĕн-хура тÿс, Ырă Хыпар сар, хăвăн тивĕçе пурнăçла.

(6) Ĕнтĕ манăн ку тĕнчерен каяс вăхăтсем çитрĕç, пурăнăçăма Турра кÿмешкĕн парне вырăнĕ çине хучĕç.

(7) Паттăррăн кĕрешрĕм, пурăнăç çулне вĕçлерĕм, ĕненĕве упраса хăвартăм.

(8) Халĕ ман валли çĕнтерÿçĕн тÿрĕлĕх пуç кăшăлне хатĕрлеççĕ. Çав юлашки кун çитсен тÿрĕ суд тăвакан Хуçамăр мана ăна тăхăнтартĕ. Пуç кăшăлне Вăл мана кăна мар, Хăй тепре килессе савăнса кĕтекенсене пурне те парĕ.

Уйрăм хушусем

(9) Эсĕ ман пата хăвăртрах çитме тăрăш,

(10) мĕншĕн тесен Димас мана пăрахрĕ. Ку тĕнчери пурăнăçа ытларах килĕштерсе вăл Фессалоникăна кайрĕ. Крискент Галатине тухса кайрĕ, Тит – Далматине. Манпа пĕр Лука çеç юлчĕ.

(11) Мана пулăшакан кирлĕ, çавăнпа Марка хăвпа пĕрле илсе кил.

(12) Тихика эпĕ Ефеса ятăм.

(13) Эпĕ Троадăра Карп патĕнче çиелти тумтирĕме хăварнăччĕ, килнĕ чухне çавна илсе кил. Тата унтан манăн кĕнекесене, уйрăмах тир çине çырнисене, илсе кил.

(14) Пхăр ăсти Александр мана нумай усал турĕ. Хуçа Турă ăна ĕçĕсене кура тавăрса патăрах!

(15) Эсĕ те унран асăрхан, мĕншĕн тесен вăл пирĕн вĕрентĕве питĕ хирĕçчĕ.

(16) Эпĕ судра малтанхи хут хÿтĕленсе калаçнă чухне мана хавхалантарма никам та пымарĕ, пурте мана пăрахрĕç. Çавă вĕсен çылăхĕ шутне ан кĕтĕрччĕ!

(17) Ырă Хыпара манăн пĕлтерсе çитермелле пултăр тесе, ытти халăхсем пурте çавна илтме пултарччăр тесе, мана Хуçа Турă пăрахмарĕ, вăй пачĕ. Çапла вара эпĕ хама арăслансене пăрахса парасран хăтăлса юлтăм.

(18) Хуçа Турă мана усал-тĕселтен хăтартăр, Хăйĕн Çÿлти Патшалăхне тĕрĕс-тĕкел илсе кĕтĕр. Ăна ĕмĕр-ĕмĕр мухтав пултăр! Аминь.

Çыру вĕçĕнчи саламсем

(19) Прискиллăпа Акилăна тата Онисифор кил-йышне салам кала.

(20) Ераст Коринфрах юлчĕ, чирлĕ Трофима вара эпĕ Милитра хăвартăм.

(21) Хĕл лариччен килме тăрăш. Сана Еввул та, Пуд та, Лин та, Клавдия та, ытти ĕненекен тăвансем те салам яраççĕ.

(22) Иисус Христос Хуçамăр санăн чун-чĕмÿпе пĕрле пултăр! Сире пурне те Турă ырăлăхĕ пултăр! Аминь.

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Павел Тимофея Янă Иккĕмĕш Çыру” çине пĕр шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.