Павел Римсене Янă Çыру


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Сăваплă Павел апостолăн Рим Çыннисене Янă Çырăвĕ

Рим 1

Саламлани

(1) Иисус Христос чуринчен Павелран. Турă ирĕкĕпе мана апостол пулма чĕнсе илнĕ, Туррăн Ырă Хыпарне пĕлтермешкĕн суйланă.

(2) Çав Ырă Хыпара таса çырусенче Турă Хăйĕн пророкĕсем урлă малтанах шантарнă.

(3) Ырă Хыпар Турă Ывăлĕ çинчен пĕлтерет. Ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен Вăл Давид йăхĕнчен çуралнă.

(4) Сăваплă чун-чĕм тĕлĕшĕнчен Вăл Туррăн хăватлă Ывăлĕ пулни вара вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă тăрăх уççăнах палăрнă. Вăл – Иисус Христос, пирĕн Хуçамăр.

(5) Турра пĕлмен мĕн пур халăхсене Иисус ятне ĕнентерме, çав ĕненĕве чунтан парăнтарма пире Ун урлă тивлет те, апостол тивĕçне те панă.

(6) Эсир те, Иисус Христос чĕнсе илнисем, Турра пĕлмен çав халăхсем хушшинче пурăнатăр.

(7) Сире Турă юратать, Вăл сире сăваплисем пулма чĕнсе илнĕ. Сире, Римри мĕн пур ĕненекенсене, Атте Туррăмăрпа Иисус Христос Хуçамăртан ырăлăхпа канăçлăх пултăр.

Павел Рима çитсе курма ĕмĕтленни

(8) Сирĕн ĕненĕвĕр пирки тĕнчипех пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та чи малтанах сирĕншĕн пуриншĕн те Иисус Христос урлă Туррăма тав тăватăп.

(9) Эпĕ Унăн Ывăлĕ çинчен Ырă Хыпар сарса Турăшăн чун-чĕререн тăрăшатăп. Сирĕн çинчен тăтăшах шухăшланине Турă курса-пĕлсе тăрать.

(10) Хăçан та пулин сирĕн патăра çитсе курмашкăн ирĕк патăрччĕ тесе кĕллĕмсенче тăтăшах Турра йăлăнатăп.

(11) Манăн сирĕнпе курнăçса Турă Сывлăшĕн пархатарĕпе сирĕн ĕненĕвĕре çирĕплетесчĕ.

(12) Тĕл пулсассăн эпир пĕрлехи ĕненÿ вăйĕпе хавхаланăттăмăр, пĕр-пĕриншĕн тĕрек пулăттăмăр.

(13) Тăвансем! Пĕлсемĕр: эпĕ сирĕн патăра темиçе хут та пыма пуçтарăнсаттăм, анчах та паян кунчченех чăрмавсем тупăнса пычĕç. Эпĕ сирĕн патăрта та, Турра пĕлмен ытти халăхсем хушшинчи пекех, ĕненÿшĕн тунă ĕçĕмсен уссине курасшăнччĕ.

(14) Манăн грексемпе варварсене те, ăслисемпе айваннисене те вĕрентес тивĕçĕм пур.

(15) Çапла вара, хама илес пулсассăн, эпĕ сире те, Римра пурăнакансене, Ырă Хыпар пĕлтермешкĕн хатĕр.

(16) Эпĕ Христосăн Ырă Хыпарне вĕрентме вăтанмастăп, мĕншĕн тесен Ырă Хыпар – мĕн пур ĕненекенсене çăлăнăç кÿмелли Турă вăй-хăвачĕ. Çав çăлăнăçа малтанах иудейсен илмелле, унтан – ытти халăхсен.

(17) Хытăрах та хытăрах ĕненсе пынăçемĕн Ырă Хыпарта Турă тÿрĕлĕхĕ уçăлсах пырать. Ун пирки Çырнинче çапла каланă: «Тÿрĕ çын ĕненÿпе чĕрĕ пулĕ».

Этемлĕхĕн айăпĕ

(18) Турра хисеплеменни тата этем йĕркесĕрлĕхĕ чăнлăха пусарса тăрать. Унашкал çынсем çине тÿперен Турă çилли анĕ.

(19) Турă çинчен мĕн пĕлмеллине вĕсем пĕлеççĕ, çакна Турă Хăй вĕсене уçса панă.

(20) Унăн курăнми ĕмĕрхи хăвачĕпе Турăлăхĕ тĕнчене пултарнăранпах палăрать, ăна Вăл пултарнă тĕнчене сăнасанах ăнланса илме пулать. Çавăнпа та усал туса пурăнакансене каçару пулас çук.

(21) Турă çинчен пĕлеççĕ пулин те, вĕсем Ăна Турра мухтанă пек мухтамаççĕ, тав тумаççĕ. Ун вырăнне вĕсен шухăшĕсем пушă вĕрентÿсем тавра çавăрăнаççĕ, вĕсен туйми чĕрисем тĕттĕмленнĕ.

(22) Вĕсем хăйсене ăсла хурсах ухмаха тухнă.

(23) Вĕсем вилĕмсĕр Туррăн мухтавне вилĕмлĕ этем, вĕçен кайăк, чĕр чун, çĕлен-калта сăнарĕпе ылмаштарнă, çав кĕлеткесене пуççапаççĕ.

(24) Çавăнпа та Турă вĕсене ирсĕррипех хăварнă: çылăхлă шухăш-кăмăл хыççăн кайса вĕсем хăйсен ÿт-пĕвне хăйсемех чыссăрлатаççĕ.

(25) Вĕсем Турă чăнлăхне суяпа ылмаштарнă, Пултаракан Турра пуççапас вырăнне пултарнă япаласене пуççапса чÿклеççĕ. Пултаракан ĕмĕр-ĕмĕр мухтавлă пултăр, аминь.

(26) Çавăнпа та Турă вĕсене намăслăх тыткăнне панă: вĕсен хĕрарăмĕсем арлă-арăмлă пурăнас вырăнне пĕр-пĕринпе асса пурăнаççĕ.

(27) Вĕсен арçынĕсем те арлă-арăмлă пурăнас вырăнне пĕр-пĕринпе, арçынпа арçын, асса пурăнаççĕ, намăс ĕç тăваççĕ. Çапла майпа вĕсем хăйсен пăсăклăхĕшĕн хăйсемех тивĕçлĕ тавăру илеççĕ.

(28) Вĕсем Турра ĕненес тесе тăрăшман пирки Турă вĕсене пăсăк ăс тыткăнне панă. Псăк ăса пула вĕсем тума юраман ĕçсем тăваççĕ.

(29) Вĕсем йĕркесĕр, аскăн, чее, çăткăн, çилĕллĕ, кĕвĕç, çын вĕлерекен, чăркăш, ултавлă, хаяр кăмăллă,

(30) усал чĕлхеллĕ, элекçĕ пулаççĕ. Вĕсем Турра кураймаççĕ, çынсене кÿрентереççĕ, мухтанчăк, мăнкăмăллă, тем тĕрлĕ усал тума та ăста, ашшĕ-амăшне итлемеççĕ.

(31) Вĕсем ăссăрла хăтланаççĕ, шанчăксăр, никама та юратмаççĕ, ниепле те çураçмаççĕ, хĕрхенме пĕлмеççĕ.

(32) Çакнашкал хăтланса пурăнакансем Туррăн тÿрĕ сучĕпе вилĕме тивĕçлине вĕсем пĕлеççĕ, анчах çав ĕçсене тăваççĕ кăна мар, тăвакансене те ырлаççĕ.

Рим 2

Туррăн тĕрĕс сучĕ

(1) Эй, этем! Ыттисене айăплатăн пулсан, ху та тÿрре тухаяс çук. Эсĕ ыттисене мĕнле судпа айăплатăн, ху та çав судпах айăпланатăн. Мĕншĕн тесен, ху та çавнах тăватăн пулин те, ыттисене айăплатăн.

(2) Унашкал хăтланакансене Турă тĕрĕс суд тăвасса эпир пĕлетпĕр-çке.

(3) Эй, этем! Эсĕ унашкал хăтланакансене айăпласа, ху та çавнашкалах хăтланса пурăнса, Турă судĕнчен тарса юлăп тетĕн-им?

(4) Тен, эсĕ Туррăн аслă кăмăлне, йăвашлăхне тата нумай тÿсĕмлĕхне ним вырăнне те хумастăн? Турă кăмăлĕ сана ÿкĕнтересшĕн пулнине те ăнланмастăн-и?

(5) Анчах та эсĕ кутăн, ÿкĕнес теместĕн, ху валли хăвах çилĕ пуçтаратăн. Турă çиллин кунĕнче Унăн тÿрĕ судне эсĕ курăн-ха.

(6) Турă кашнинех ĕçĕсене кура тавăрса парĕ:

(7) яланхи ырă ĕçпе мухтав, хисеп, вилĕмсĕрлĕх илме тăрăшакансене – ĕмĕрлĕх пурăнăç;

(8) кутăннисене, чăнлăха пăхăнас темесĕр усала парăннисене – хаярлăхпа çилĕ.

(9) Усал тăвакан кирек епле этеме те – чи малтан иудея, унтан ытти халăх çыннине – хуйхăпа асап пулĕ!

(10) Ырă тăвакан кирек епле этеме те – малтанах иудея, унтан ытти халăх çыннине – чыс та мухтав, канăçлăх пулĕ!

(11) Турă çынна кам пулнине кура хакламасть.

(12) Моисей саккунне пĕлмен халăх çыннисен, çылăха кĕрсессĕн, саккун тулашĕнчех пĕтмелле пулĕ. Моисей саккунне пĕлекенсен вара, çылăха кĕрсессĕн, саккунпа айăпланмалла пулĕ.

(13) (Мĕншĕн тесен Турă умĕнче саккуна илтнисем мар, саккуна пурнăçлакансем тÿрре тухĕç.

(14) Моисей саккунĕсĕр урăх халăх çыннисем чун-чĕре туртăмĕпе саккун хушнă пек тăваççĕ пулсан, эппин çав саккун вĕсен чун-чĕринче пур.

(15) Çапла вара, саккун хушнисене вĕсем чун-чĕрипе туяççĕ. Çакна вĕсен чунĕ тата шухăшлавĕ çирĕплетет: вĕсем хăйсене пĕрре айăплаççĕ, тепре тÿрре кăлараççĕ.)

(16) Кама мĕн тавăрса парасси вара, эпĕ вĕрентекен Ырă Хыпар тăрăх, суд кунĕнче палăрĕ. Ун чухне Турă Иисус Христос урлă çынсен вăрттăн ĕçĕсене суд тăвĕ.

Иудейсем тата саккун

(17) Акă, эсĕ хăвна иудей тетĕн, саккуна шанса хăвна лăплантаратăн, Турăпа мухтанатăн.

(18) Эсĕ Турă ирĕкне те пĕлетĕн, саккунран вĕренсе мĕн лайăххине те ăнкаратăн.

(19) –

(20) Пĕлÿпе чăнлăх – саккунра тетĕн эсĕ. Саккуна пĕлнĕрен эсĕ хăвна суккăрсене çавăтса пыракан, тĕттĕмрисене çутă паракан, вĕренмен çынсене вĕрентекен, ăссăррисене ăс паракан тесе шухăшлатăн.

(21) Епле-ха эппин эсĕ, ыттисене вĕрентсе, хăвна ху вĕрентместĕн?

(22) «Ан вăрла», – тесе вĕрентетĕн, ху мĕншĕн вăрлатăн? «Мăшăрсен пĕр-пĕрне улталамалла мар», – тесе вĕрентетĕн, ху мĕншĕн улталатăн? Суя турă кĕлеткисенчен йĕрĕнетĕн, анчах çав кĕлеткесем ларакан керменсене çаратма мĕншĕн йĕрĕнместĕн?

(23) Эсĕ, саккунпа мухтанаканскер, мĕншĕн саккуна пăсса Турă ятне хисепрен кăларатăн?

(24) Çырнинче каланă пек, сирĕн пирки урăх халăх çыннисем Турă ятне хурлаççĕ.

(25) Ÿт кастарни саккун хушнисене пурнăçласан çеç пĕлтерĕшлĕ. Енчен те эсĕ саккуна пăхăнмастăн пулсан, ÿт кастарнинчен ним усси те çук.

(26) Çапла вара, ÿт кастарман çын саккун хушнине пурнăçлать пулсан, ÿт кастарманнине ÿт кастарни шутнех кĕртмĕç-и?

(27) Санăн çырнă саккун пур, эсĕ ÿт кастарнă, çапах та саккуна пăсатăн. Ĕнтĕ сана саккун хушнине пурнăçлакан, ÿт кастарман çынах айăпламĕ-и?

(28) Мĕншĕн тесен тулашĕнчен иудей пек курăннипех чăн-чăн иудей пулаймăн, тулашĕнчен ÿт кастарни те чăн-чăн ÿт кастарниех мар.

(29) Кам чунĕпе иудей, çав чăн-чăн иудей. Ячĕшĕн мар, чун-чĕре хушнипе ÿт кастарни çеç чăн-чăн ÿт кастарни пулать. Ун пек çынна этем мухтавĕ мар, Турă мухтавĕ пулĕ.

Рим 3

(1) Эппин иудейсем ытти халăхсенчен мĕнпе чаплăрах-ха, ÿт кастарнинчен мĕн усси пур?

(2) Иудейсем пур енĕпе те ытти халăхсенчен маларах. Уйрăммăнах çакă вĕсене Турă сăмахне шанса панинчен курăнать.

(3) Енчен те вĕсенчен хăшĕ-пĕри Турăшăн шанчăксăр пулсан? Нивушлĕ вĕсен шанчăксăрлăхĕ Туррăн шанчăклăхне пăрахăçлать?

(4) Çук. Прахăçламасть. Турă чăн, кирек епле этем те вара ултавлă. Çырнинче çапла каланă: «Эсĕ чăннине калатăн, çавăнпа Хăвна айăплакансене Эсĕ çĕнтерĕн».

(5) Этемле шухăшласа калатăп: пирĕн йĕркесĕрлĕх Туррăн тÿрĕлĕхне уççăнрах кăтартса парать пулсан, Турă пире айăпласа тĕрĕс мар тăвать теме пултаратпăр-и эпир?

(6) Паллах, çук! Енчен те Турă пире те айăплама пултараймасан, тĕнчене Вăл епле суд тума пултарĕ?

(7) Эсĕ çапла хирĕçлесе калама пултаратăн: «Манăн суялăх Туррăн чăнлăхне палăртса Ăна мухтавлăрах тăвать пулсан, эппин мĕншĕн мана çылăхлă çынна айăпланă пек айăпламалла?

(8) Тен, ырри пултăр тесен, усал тумалла?» Хăш-пĕр элекçĕсем пире шăпах çапла вĕрентетĕр теççĕ, усал сăмах сараççĕ. Вĕсене тĕрĕс суд пултăрах.

Турă умĕнче пурте айăплă

(9) Çапла вара, эпир, иудейсем, ытти халăхсенчен маларах-и? Çук. Мĕншĕн тесен иудейсем те, ытти халăхсем те çылăхлă терĕмĕр ĕнтĕ.

(10) Çырнинче каланă пек: «Тÿрĕ пурăнакан пĕри те çук.

(11) Турра ăнланас текен, ăнтăлса шырас текен пĕри те çук.

(12) Пурте тĕрĕс çултан пăрăнса кайнă, пурте юрăхсăр; ырă тăвакан çук, пĕрре те çук».

(13) «Вĕсен карланки – уçă тупăк; чĕлхи – ултавлă, тути-çăварĕнче – çĕлен наркăмăшĕ».

(14) «Çварĕ вĕсен усаллăхпа тата вĕчĕхÿпе тулнă».

(15) «Урисем вĕсен юн юхтармашкăн васкаççĕ;

(16) вĕсем иртекен çул çинче – арканчăкпа инкек-синкек;

(17) канăçлăх çулне вĕсем пĕлмеççĕ».

(18) «Вĕсен куçĕнче Турăран хăрани çук».

(19) Саккунра мĕн калани саккуна пăхăнакансене пурне те пырса лекет. Çавăнпа та пурин çăварĕ те хупланать, Турă умĕнче пĕтĕм тĕнче айăплă пулса тăрать. Çакна эпир пĕлетпĕр.

(20) Саккуна пурнăçланипе кăна пĕр çын та Унăн умĕнче тÿрре тухаймĕ. Мĕншĕн тесен саккун урлă çылăх мĕнне пĕлесси çеç килет.

Ĕненÿ урлă килекен тÿрĕлĕх

(21) Халĕ вара саккунран килмен Турă тÿрĕлĕхĕ уçăлчĕ. Ун çинчен саккун та, пророксем те пĕлтернĕ.

(22) Иисус Христоса ĕненни урлă килекен Турă тÿрĕлĕхне мĕн пур ĕненекен илме пултарать, мĕншĕн тесен пур çын та пĕр,

(23) пурте çылăха кĕнĕ, Турă мухтавне пĕри те тивĕçлĕ мар.

(24) Анчах та Турă Хăйĕн ырăлăхĕпе пире пурне те тÿлевсĕрех тÿрĕлĕхне парать, мĕншĕн тесен пире Христос Иисус тÿлесе илнĕ.

(25) –

(26) Христоса ĕненекенсем пурте Унăн Юнĕпе тасалччăр тесе, Турă Унран çырлахтару парни тунă. Çапла майпа Турă Хăйĕн тÿрĕлĕхне палăртать: Вăл малтан та çынсен çылăхĕсене нумай чăтнă, халĕ те тÿрĕлĕхлĕ. Иисуса ĕненекенсене Турă тÿрре кăларĕ.

(27) Пирĕн мĕнпе мухтанмалла-ха? Мухтанмалли нимĕн те çук. Мĕнле саккунпа мухтанмалла? Саккун хушнине туса-и? Паллах, çук. Саккун хушнине тунипе мар, ĕненÿпе кăна мухтанма пулать.

(28) Мĕншĕн тесен этем саккуна пăхăннипе мар, ĕненÿпе тÿрре тухасса эпир çирĕп шанатпăр.

(29) Турă Вăл иудейсен Турри кăна-и? Е урăх халăхсен Турри те? Паллах, урăх халăхсен те.

(30) Мĕншĕн тесен Турă пĕрре. Вăл ÿт кастарнăшăн е кастарманшăн мар, ĕненнĕшĕн тÿрре кăларать.

(31) Капла эпир саккуна ĕненÿпе пăрахăçламастпăр-и? Паллах, çук. Эпир саккуна ĕненÿпе çирĕплететпĕр.

Рим 4

Авраам тĕслĕхĕ

(1) Хамăр мăн асаттемĕр Авраам çинчен мĕн калама пулать? Хăй тăрăшнипе вăл мĕнле тивĕçлĕ ĕç тунă-ха?

(2) Енчен те Авраам ĕçĕсемпе тÿрре тухнă пулсан, вăл Турă умĕнче мар, çынсем умĕнче мухтава тивĕç.

(3) Çырнинче мĕн каланă-ха? «Авраам Турра ĕненнĕ, Турă çакна тÿрĕлĕх шутне кĕртнĕ».

(4) Ĕçлекене тÿлени вăл хĕрхенсе пани мар, тивĕçлине тавăрса пани.

(5) Турă Хăйне хисеплеменнисене те тÿрре кăларма пултарать. Енчен те çын хăйĕн ĕçне мар, Турра шанать пулсан, Турă унăн ĕненĕвне тÿрĕлĕх шутне кĕртет.

(6) Ĕçне шута илмесĕрех Турă тÿрре кăларнă çынна Давид та телейлĕ тенĕ.

(7) «Йĕркесĕр ĕçĕсене каçарттарнă çын, çылăхĕсене тасаттарнă çын телейлĕ.

(8) Çылăхне Хуçа Турă шута илмен çын телейлĕ».

(9) Çак телее кам илейĕ? Ÿт кастарни е ÿт кастарманни«Авраам Турра ĕненнĕ, Турă çакна тÿрĕлĕх шутне кĕртнĕ», – тетпĕр эпир.

(10) Авраам хăçан тÿрре тухнă? Ÿт кастариччен е ÿт кастарнă хыççăн? Ÿт кастарнă хыççăн мар, ÿт кастаричченех.

(11) Ÿт кастарнин паллине те вăл ĕненÿ урлă илнĕ тÿрĕлĕх палли пек илнĕ. Вăл ÿт кастарман чухнех Турра ĕненнĕ. Çапла вара Авраам, ытти халăхсем те тÿрре тухма пултарччăр тесе, ÿт кастарман мĕн пур ĕненекенсен ашшĕ пулса тăнă.

(12) Ÿт кастарнисем те çав ĕненÿ çулĕпех пыраççĕ пулсан – Авраам вĕсен ашшĕ те пулса тăрать. Пирĕн аттемĕр Авраам та ÿт кастаричченех ĕненнĕ.

Сăмах парса шантарни ĕненÿ урлă пурнăçланать

(13) Авраама тата унăн йăхне тĕнче еткерçисем пулмашкăн саккун урлă мар, ĕненсе тÿрре тухнăшăн сăмах парса шантарнă.

(14) Саккуна пăхăннипех еткер илме май пур пулсан, эппин ĕненÿ усăсăр, Турă Авраама сăмах пани пустуй пулса тухать.

(15) Саккун вара Турă тавăрăвне илсе килет: саккун çук пулсан, ăна пăсасси те çук.

(16) Çапла ĕнтĕ, Хăй шантарнине пурте илме пултарччăр тесе, ырă кăмăллă Турă ăна ĕненÿшĕн пама пулнă. Çавăнпа та Турă шантарни Авраам йăхĕнчисемшĕн пуриншĕн те: саккуна тытса пыракансемшĕн кăна мар, Авраам ĕненĕвне йышăнакансемшĕн те. Авраам вара пирĕншĕн пуриншĕн те аттемĕр.

(17) «Эпĕ сана нумай халăхăн ашшĕ туса хутăм», – тенĕ Çырнинче. Авраам Турра ĕненнĕ, вăл пирĕншĕн Турă умĕнчи аттемĕр пулса тăнă. Турă вара вилнисене чĕртсе тăратать, Унăн ирĕкĕпе ĕнтĕ пулманни пур пулать.

(18) Нимĕнле шанчăк та çук çинчех Авраам Турра шанса ĕненнĕ, çавăнпа та вăл нумай халăхăн ашшĕ пулса тăнă. «Санăн йăху çав тери йышлă пулĕ», – тесе каланă-çке-ха Турă ăна.

(19) Манăн, çĕр çулалла çитнĕскерĕн, ÿт-кĕлеткем типнĕ ĕнтĕ, Саррăн та варĕ типнĕ ĕнтĕ тесе шухăшламан вăл. Çав шухăшпа ĕненĕвне хавшатман.

(20) Авраам Турă шантарни пирки иккĕленмен, ĕненмесĕр тăман, Турра мухтаса çирĕп ĕненнĕ.

(21) Турă хăватлă, сăмах панине пурнăçлĕ тесе шанса тăнă.

(22) Çакна Турă тÿрĕлĕх шутне кĕртнĕ.

(23) Тепĕр тесен, Çырнинче „тÿрĕлĕх шутне кĕртнĕ“ тени пĕр Авраам пирки кăна мар,

(24) пирĕн пирки те. Эпир Иисус Христос Хуçамăра вилĕмрен чĕртсе тăратнă Турра ĕненетпĕр, çакна тÿрĕлĕх шутне кĕртĕç.

(25) Христос пирĕн çылăхсемшĕн вилнĕ, пире Турă умĕнче тÿрре кăлармашкăн чĕрĕлсе тăнă.

Рим 5

Турă юратулăхĕ – пирĕн шанчăк никĕсĕ

(1) Çапла ĕнтĕ, ĕненÿпе тÿрре тухсан эпир Иисус Христос Хуçамăр урлă Турăпа çураçу тупатпăр.

(2) Ĕненĕве пула эпир Иисус урлă ырăлăх илтĕмĕр, çав ырăлăхпа пурăнатпăр; Турă мухтавне те илес шанчăк пурришĕн савăнатпăр.

(3) Уншăн кăна мар, хамăра хĕсĕрлесе хĕн-хур кăтартнăшăн та савăнатпăр. Мĕншĕн тесен эпир çакна пĕлетпĕр: хĕн-хур пире тÿсĕмлĕ тăвать,

(4) тÿсĕмлĕх пирĕн кăмăла çирĕплетет, çирĕплĕхрен шанчăк çуралать.

(5) Шанчăк вара улталамасть, мĕншĕн тесен пирĕн чĕремĕрсем хамăра панă Святой Сывлăш урлă Турă юратулăхĕпе тулнă.

(6) Эпир халсăр чухне Христос пирĕншĕн, Турра хисеплемен çынсемшĕн, палăртса хунă вăхăтра вилнĕ.

(7) Тÿрĕ пурăнаканшăн хăйĕн пурăнăçне камах парĕ? Чăн та, хăйне ырă тăваканшăн, тен, кам та пулин вилме те пултарĕ.

(8) Христос вара пирĕншĕн эпир çылăхлă чухнех вилнĕ. Çапла майпа Турă пире Хăй епле юратнине кăтартса панă.

(9) Çавăнпа халĕ Вăл пире, Хăйĕн Юнĕпе тÿрре кăларнăскерсене, Турă çиллинчен çăлса хăваратех.

(10) Ĕлĕкрех эпир Турăпа хирĕçсе пурăннă. Пирĕнпе килĕштерес тесе Турă Хăйĕн Ывăлне вилĕме панă. Халĕ вара, килĕшÿлĕх тупнă хыççăн, Вăл пире Хăйĕн Ывăлĕн чĕрĕлĕхĕпе çăлса хăваратех.

(11) Ку анчах мар-ха. Иисус Христос Хуçамăр пире халĕ Турăпа çураçтарнă. Çавăнпа та, Иисуса пула, эпир Турăпа мухтанатпăр.

Адам тата Христос

(12) Çапла вара, пĕр çын урлă тĕнчене çылăх килнĕ, çылăхпа пĕрле – вилĕм. Пĕр çынна пула пурте вилĕмлĕ пулса тăнă, мĕншĕн тесен пурте çылăха кĕнĕ.

(13) Тĕнчере çылăх Моисей саккунĕчченех пулнă. Анчах та саккун çук чухне çылăх шута кĕмест.

(14) Вилĕм вара Адамран пуçласа Моисейчченех хуçаланнă. Адам пек çылăха кĕменнисене те вилĕм шеллемен. Адам – пуласлăхра Килессин сăнарĕ.

(15) Анчах та Адам çылăха кĕнине Турă ырăлăхĕ панипе танлаштарма та çук. Мĕншĕн тесен пĕри çылăха кĕни этемлĕхе вилмелле тунă. Турă Хăйĕн ырăлăхĕпе пĕр Çын ырăлăхĕ урлă, Иисус Христос урлă, пани вара – этемлĕхе çăлмашкăн та ытлашшипех.

(16) Турă панине пĕр çын çылăхĕпе танлаштарма çук. Пĕрин çылăхĕ суд тата айăплав патне илсе пырать, Турă ырăлăх пани вара нумай çылăхран хăтарать.

(17) Пĕр çын çылăхĕ урлă вилĕм хуçаланнă пулсан, Туррăн тулли ырăлăхне тата тÿрĕлĕхне илекен çынсем пĕр Çын урлă, Иисус Христос урлă, пурăнăçра епле чаплăрах хуçаланĕç!

(18) Пĕри çылăх тунăшăн пурте айăпа юлнă пулсан, пĕри тÿрĕ ĕç тунăшăн та пурăнмашкăн пурте тÿрре тухĕç.

(19) Çапла вара, пĕр çын пăхăнманшăн нумайăшĕ çылăхлă пулсан, пĕр çын пăхăннăшăн та нумайăшĕ тÿрĕлĕхлĕ пулĕç.

(20) Саккун каярахпа килнĕ, çавна пула çылăх нумайланнă. Çылăх нумайлансан вара Турă ырăлăхĕ татах нумайланнă.

(21) Çылăх, вилĕм кÿрсе, хуçаланнă. Çавнашкалах ырăлăх та, тÿрĕлĕх кÿрсе, хуçаланĕ, Иисус Христос Хуçамăр урлă ĕмĕрлĕх пурăнăç парĕ.

Рим 6

Çылăхшăн эпир – вилĕ

(1) Мĕн калар-ха эппин? Ырăлăх нумайлантăр тесен пирĕн ĕлĕкхиллех çылăха кĕрсе пурăнмалла-и? Апла мар, паллах.

(2) Çылăхшăн эпир вилĕ: епле тата пирĕн çылăха кĕрсе пурăнас?

(3) Çакна та пĕлейместĕр-и? Эпир пурте Христоспа пĕр пулас тесе тĕне кĕнĕ, эппин Унпа пĕрлех хĕрес çинче пăталаннă.

(4) Ашшĕн мухтавлă хăвачĕпе Христос епле вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă, пирĕн те çапла чĕрĕлсе çĕнелнĕ пурăнăçпа пурăнмалла. Çавăнпа та эпир, тĕне кĕрсе, Христоспа пĕрле вилнĕ, пире Христоспа пĕрле пытарнă.

(5) Эпир Унпа вилĕмĕнче пĕр пултăмăр пулсан, Унăн чĕрĕлĕвĕнче те пĕр пулăпăр.

(6) Çылăхлă ÿтĕмĕре пăрахăçлас тесе, хамăрăн текех çылăх чурисем пулас марччĕ тесе, пирĕнти кивĕ çын Унпа пĕрле пăталаннине эпир пĕлетпĕр.

(7) Мĕншĕн тесен вилни çылăха кĕресрен хăтăлнă ĕнтĕ.

(8) Енчен те эпир Христоспа пĕрле вилнĕ пулсан, Унпа пĕрле чĕрĕлĕхлĕ пуласса та ĕненетпĕр.

(9) Эпир пĕлетпĕр: вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă Христос урăх вилмест. Вилĕм Унпа текех пуç пулаймасть.

(10) Вилессе Вăл, çылăх тыткăнне пĕтерсе, пĕрре вилнĕ. Пурăнасса вара Турăшăн пурăнать.

(11) Эсир те çаплах, Иисус Христос Хуçамăрпа пĕр пулса, хăвăра çылăхшăн – вилĕ, Турăшăн – чĕрĕ тесе шутлăр.

(12) Çылăхлă кăмăл чури пулас мар тесен, çылăха хăвăрпа хуçаланма ан парăр.

(13) Сирĕн ÿт-пĕвĕрĕн нихăш пайĕ те çылăх аллинчи йĕркесĕрлĕх хатĕрĕ ан пултăр. Ун вырăнне, вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă çынсем пек пулса, хăвăра Турă аллине парăр. Сирĕн ÿт-пĕвĕн пур пайĕ те вара тÿрĕлĕх хатĕрĕ пултăр.

(14) Çылăх сирĕнпе тек нихçан та хуçаланма ан пултартăр, мĕншĕн тесен эсир ĕнтĕ саккун аллинче мар, Турă ырăлăхĕн аллинче.

Тÿрĕлĕх чурисем

(15) Мĕн тумалла-ха? Эпир саккун аллинче мар, Турă ырăлăхĕн аллинче тесе, çылăха кĕрсе пурăнмалла-и? Паллах, апла мар.

(16) Эсир пĕлместĕр-им? Камăн чури пулса пăхăнма килĕшетĕр – çавăн чури пулатăр та, çавна пăхăнатăр: е вилмешкĕн çылăх чури пулатăр, е тÿрре тухмашкăн Турра пăхăнатăр.

(17) Тавах Турра! Эсир ĕлĕкрех çылăх чурисем пулнă пулин те, халĕ хăвăр йышăннă вĕрентĕве пĕтĕм чун-чĕререн парăнтăр.

(18) Çылăхран хăтăлса тÿрĕлĕх чури пулса тăтăр.

(19) Ăнланмалла пултăр тесе çакна эпĕ сире уçăмлăрах каласшăн. Ĕлĕкрех эсир ÿт-пĕвĕр пайĕсене ирсĕрлĕх тата йĕркесĕрлĕх чуралăхне усал ĕçсем тумашкăн панă. Çавнашкалах халĕ вĕсене тÿрĕлĕх чуралăхне таса ĕçсем тума парăр.

(20) Мĕншĕн тесен эсир çылăх чурисем пулнă чухне сирте тÿрĕлĕх пулман.

(21) Ун чухнехи ĕçĕрсем мĕн пачĕç-ха сире? Халĕ вĕсенчен хăвăр та вăтанатăр ĕнтĕ. Вĕсем вилĕмпе кăна вĕçленеççĕ.

(22) Анчах та халĕ, эсир çылăхран хăтăлса Турă чурисем пулса тăрсассăн, ырă ĕçĕрсем сире сăваплăх параççĕ, çав ĕçсемпе эсир ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулăр.

(23) Мĕншĕн тесен çылăхшăн вилĕмпе тÿлес пулать, Иисус Христосри, хамăр Хуçамăрти ĕмĕрлĕх пурăнăç вара – Турă парни.

Рим 7

Мăшăрланупа танлаштарни

(1) Эй, тăванăмсем! Этем чĕрĕ чухне кăна саккун унпа пуç пулнине пĕлместĕр-им? Çакна эпĕ саккуна пĕлекенсене калатăп.

(2) Тĕслĕхрен, качча кайнă хĕрарăма упăшкапа пурăнасси çинчен калакан саккун упăшки çумне çыхать. Упăшки вилсессĕн вара хĕрарăм çав саккунран ирĕклĕ.

(3) Çавăнпа та, упăшки чĕрĕ чухнех хĕрарăм урăххине качча тухсан, ăна мăшăрне улталакан теççĕ. Анчах та упăшки вилсессĕн хĕрарăм çав саккунран ирĕклĕ. Тепĕр арçынна качча кайсан та вăл мăшăрне улталакан шутланмасть.

(4) Эй, тăванăмсем! Эсир те çавнашкалах: хĕрес çинче пăталаса вĕлернĕ Христос ÿчĕпе пĕрле саккуншăн вилĕ шутланатăр. Халĕ вара эсир Турра усă кÿмешкĕн вилĕмрен Чĕрĕлнин пулатăр.

(5) Ĕлĕк, ÿт-пÿшĕн пурăннă чухне, пирĕнпе çылăхлă кăмăл хуçаланнă, пирĕн саккун хушманнине тăвас килнĕ. Çапла вара, саккун çылăх шутне кĕртнĕ шухăш-туйăм пире вилĕм патне илсе кайнă.

(6) Анчах та халĕ, хамăра çыхса тăракан саккуншăн вилĕ чухне, эпир саккун хушнисенчен ирĕклĕ. Халĕ ĕнтĕ эпир саккунри кивĕ сас паллисем хыççăн кайса мар, çĕнелнĕ чун хавалĕпе Турăшăн ĕçлесе пурăнатпăр.

Ăшри çылăх

(7) Мĕн калар-ха эппин? Саккун хăй çылăхлă-шим? Паллах, апла мар. Анчах та эпĕ саккуна пĕлмен пулсассăн çылăх мĕнне те пĕлмен пулăттăм. Саккун «ан хапсăн» темен пулсан, эпĕ хапсăнни мĕн иккенне те пĕлмен пулăттăм.

(8) Анчах та çылăх, пил-хушупа сăлтавласах, манра юраманнине тăвас кăмăл çуратрĕ. Саккун пулмасан çылăх та вилĕ пулĕччĕ.

(9) Тахçан эпĕ саккун мĕнне пĕлмесĕрех пурăнаттăм, анчах та пил-хушусене пĕлсессĕн çылăх чĕрĕлчĕ,

(10) эпĕ вара вилтĕм. Ĕнтĕ чĕрĕлĕхшĕн панă пил-хушу мана вилĕмлĕхе пулчĕ.

(11) Мĕншĕн тесен çылăх, пил-хушупа сăлтавласах, мана илĕртсе улталарĕ, мана пил-хушу пулăшнипех вĕлерчĕ.

(12) Çапла ĕнтĕ саккун таса, пил-хушусем те таса, тÿрĕлĕхлĕ, ырă.

(13) Ырри мана вилĕм кÿчĕ пулать-шим вара? Паллах, апла мар. Çылăх çавăнпа та çылăх ĕнтĕ, вăл ыррипе усă курсах мана вилĕм патне илсе пырать. Çапла вара, пил-хушусене пула çылăх виçесĕр япăххи курăнать.

(14) Эпир пĕлетпĕр: саккун – чун-чĕм валли, эпĕ вара, ÿт-пÿллĕскер, çылăх чури.

(15) Мĕншĕн тесен хам мĕн тунине хам та пĕлместĕп: мĕн тăвас тенине мар, килĕштерменнине тăватăп.

(16) Енчен те эпĕ хам тăвас килменнине тăватăп пулсан, эппин саккун ырă пулнине йышăнатăп.

(17) Чăннипе вара, усаллине эпĕ тумастăп, ăна ăшри çылăх тутарать.

(18) Ман ăшăмра, ман ÿт-пĕвĕмре ырри пурăнманнине эпĕ пĕлетĕп. Мĕншĕн тесен манра ырă тăвас килни пур, анчах та эпĕ ырă тăваймастăп.

(19) Хам тăвас тенĕ ыррине тăваймастăп, хам тăвас темен усаллине вара тăватăп.

(20) Енчен те хам тăвас теменнине тăватăп пулсан, эппин ăна эпĕ мар, ăшăмри çылăх тăвать.

(21) Эпĕ хам ăшăмра çакăн пек йĕрке пуррине асăрхарăм: ырă тăвас тенĕ чухне усал сиксе тухать.

(22) Чунăмпа эпĕ Турă йĕркине хапăлласа йышăнатăп,

(23) анчах та ÿт-пĕвĕмре урăх йĕрке пуррине куратăп. Ÿт-пÿ йĕрки вара ăс-хакăл йĕркипе хирĕçĕве кĕрет, çав ÿт-пÿ йĕрки мана çылăх тыткăнне илет, ÿт-пĕвĕм ăнах пăхăнса тăрать.

(24) Мĕскĕн те иккен эпĕ! Çак вилĕмлĕ ÿт-пĕвĕмрен мана кам хăтарĕ

(25) Турă хăтарать! Иисус Христос урлă, хамăр Хуçамăр урлă, эпĕ Турра тав тăватăп. Çапла вара, эпĕ, пĕр çынах, ăс-хакăлăмпа Турă йĕркине пăхăнатăп, ÿт-пĕвĕмпе – çылăх йĕркине.

Рим 8

Сывлăш хушнипе пурăнасси

(1) Çапла вара, Иисус Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса, ÿт-пÿшĕн мар, Сывлăшшăн пурăнакансене халĕ нимĕнле айăплав та пулас çук.

(2) Христоспа пĕрлĕхлĕ туса, чĕрĕлĕх кÿрекен Сывлăш хăвачĕ мана çылăхпа вилĕм тыткăнĕнчен хăтарчĕ.

(3) Хавшак этеме пула вăйне çухатнă саккун тăвайманнине Турă турĕ. Вăл Хăйĕн Ывăлне, этем çылăхĕшĕн Турра парнелĕхе кÿмешкĕн çылăхлă çын евĕрлĕ пултарса, çĕр çине янă. Турă çапла этемри çылăха айăплав хунă.

(4) Çапла Вăл пире, ÿт-пÿшĕн мар, Сывлăшшăн пурăнакансене, саккун ыйтнă пек тÿрĕ пурăнччăр тесе тунă.

(5) Мĕншĕн тесен ÿт-пÿшĕн пурăнакансем çылăхлă кăмăлне тултарасшăн тăрăшаççĕ, Сывлăшшăн пурăнакансем вара Сывлăш ыйтнине тивĕçтересшĕн тăрăшаççĕ.

(6) Ÿт-пÿ туртни – вилĕм, Сывлăш ыйтни – чĕрĕлĕхпе канăçлăх.

(7) Ÿт-пÿ туртни хыççăн кайни вăл Турра хирĕç кайниех. Унашкаллисем Турă йĕркине пăхăнмаççĕ, пăхăнма та пултараймаççĕ.

(8) Çавăнпа та ÿт-пÿшĕн пурăнакансем Турра юрăхлă пулаймаççĕ.

(9) Сирĕнте Турă Сывлăшĕ пур пулсан, эсир вара ÿт-пÿшĕн мар, Сывлăшшăн пурăнатăр. Анчах та камра Христос Сывлăшĕ çук, çавă Христосăн мар.

(10) Христос сирĕнте пулсассăн, ÿт-пÿ çылăхшăн вилĕ, чун-чĕм вара тÿрĕлĕхшĕн чĕрĕ пулать.

(11) Сирĕнте Иисуса вилĕмрен Чĕртсе тăратаканăн Сывлăшĕ пур пулсан, эппин Христоса вилĕмрен Чĕртсе тăратаканĕ сирĕн ăшри Хăйĕн Сывлăшĕпе вилĕмлĕ ÿт-пĕвĕре те чĕрĕ тăвĕ.

(12) Çапла вара, тăванăмсем, ÿт-пÿшĕн пурăнмашкăн эпир ÿт-пĕве парăмлă мар.

(13) Мĕншĕн тесен ÿт-пÿшĕн пурăнатăр пулсан – вилетĕр. Енчен те Сывлăш пулăшнипе ÿт-пÿ илĕртĕвĕ хыççăн каймастăр пулсан – чĕрĕ пулатăр.

(14) Кам Турă Сывлăшĕ ертсе пынипе çÿрет, çав Турă ачи пулать.

(15) Мĕншĕн тесен эсир чуралăхăн хăратакан Сывлăшне мар, хăвăра Турă ачи пултаракан Сывлăша илнĕ. Çав Сывлăша пула эпир Турра: «Авва, Аттемĕр!» – тесе йăлăнатпăр.

(16) Эпир Турă ачисем пулнине пирĕн чун-чĕме çав Сывлăш çирĕплетсе пĕлтерет.

(17) Енчен те эпир Турă ачисем пулсассăн, эппин Христос пекех Туррăн еткерне илме тивĕçлисем пулатпăр. Унăн мухтавне те пĕрлех пайламашкăн вара пирĕн Христос асапĕсене те Унпа пĕрле тÿссе ирттермелле.

Хамăра тивĕçес мухтав

(18) Хамăр умра уçăлас мухтавпа танлаштарсан, хальхи вăхăтлăх асапсем ним тĕшне те тăмаççĕ тесе шухăшлатăп эпĕ.

(19) Мĕншĕн тесен Турă пултарнă тĕнче Турă ачисем уççăн палăрасса чăтăмсăр кĕтет.

(20) –

(21) Турă пултарнă тĕнче тĕлсĕрлĕхе хăй ирĕкĕпе пăхăнман, ăна пăхăнтарнă Турă ирĕкĕ çапла пулнă. Анчах та Турă пултарнин вилĕм тыткăнĕнчен хăтăлас, мухтава тата ирĕке Турă ачисемпе пĕрле пайлас шанчăк пур.

(22) Турă пултарнă пĕтĕм тĕнче халичченех ахлатса асапланнине эпир пĕлетпĕр.

(23) Тĕнче кăна мар, эпир те, Святой Сывлăшăн малтанхи çимĕçне илнĕскерсем, хамăр ăшра ахлататпăр. Турă пире ывăллăха илессе, ÿт-пĕвĕмĕре çылăх тыткăнĕнчен хăтарасса кĕтетпĕр, –

(24) çакă пире çăлăнăç паракан шанчăк. Анчах та шанни çитсессĕн, курăнакан пулсассăн, вăл шанчăк пулма пăрахать. Куç умĕнче пуррине кам-ха шанчăк теейтĕр?

(25) Эпир куç умĕнче çуккине шанатпăр, ăна тÿсĕмлĕн кĕтетпĕр.

(26) Эпир халсăр пулин те, Сывлăш пире çирĕплĕх парсах тăрать. Мĕншĕн тесен эпир Турра кирлĕ пек кĕлтума та пĕлместпĕр. Пирĕншĕн Сывлăш Хăй, этем чĕлхинчи сăмахпа калама май çуккине каласа, кĕлтуса хута кĕрет.

(27) Чĕремĕрсене тĕрĕслекен Турă вара Сывлăш мĕн каласса пĕлет. Мĕншĕн тесен Сывлăш, Турă ирĕкĕпе, ĕненекенсен хутне кĕрет.

(28) Тата эпир çакна пĕлсе тăратпăр: Турра юратакансене, Турă ирĕкĕпе чĕнсе илнисене кирек мĕн те ырри патне илсе пырать.

(29) Турă вĕсене çураличчен малтанах пĕлнĕ, Хăйĕн Ывăлĕ евĕрлĕ пулмашкăн та малтанах палăртса хунă. Ывăллăха илнĕ ĕненекен нумай-нумай çын хушшинче Хăйĕн Ывăлĕ малтанхи пултăр тенĕ.

(30) Малтанах палăртса хунисене Вăл чĕнсе илнĕ. Чĕнсе илнисене Вăл тÿрре кăларнă. Тÿрре кăларнисене вара мухтава та кăларнă.

Турă пире майлă

(31) Çакăн пирки тата мĕн калама пулать-ха? Турă пире майлă пулсан пире хирĕç кам тăрайĕ?

(32) Турă Хăйĕн Ывăлне пирĕншĕн пуриншĕн те хĕрхенмесĕрех асап аллине панă пулсан, Унпа пĕрле пире пĕтĕмпех памĕ-и вара?

(33) Турă суйласа илнисене кам айăплама пултарайĕ? Никам та. Вĕсене Турă тÿрре кăларать.

(34) Турă суйласа илнисене кам суд тума пултарайĕ? Никам та. Христос Иисус вилнĕ кăна мар, чĕрĕлнĕ те. Вăл Туррăн сылтăм енне ларнă, Вăл пирĕн хута кĕрет.

(35) Турă юратулăхĕнчен пире мĕн уйăрайĕ? Хуйхă-и, инкек-и, хĕсĕрлев-и, выçлăх-и, сивĕ-и, хăрушлăх-и, хĕç-и? Çырнинче çапла каланă:

(36) «Пире Саншăн кулленех вĕлереççĕ, пире пусас сурăхсем вырăнне хураççĕ».

(37) Анчах та хамăра Юратаканни вăй парса тăнăран эпир çак йывăрлăхсене пурне те çĕнтеретпĕр.

(38) Эпĕ çакна çирĕппĕн шанатăп: вилĕм те, пурăнăç та, ангелсем те, çÿлти сывлăшсемпе хăватсем те, хальхи те, пуласси те,

(39) çÿлти тĕнче те, аялти тĕнче те, пĕтĕм çут тĕнчере мĕн пурри те пире Христос Иисус урлă, хамăр Хуçамăр урлă, килекен Турă юратулăхĕнчен уйăраяс çук.

Рим 9

Турă Израиле суйласа илнĕ

(1) Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса чăн калатăп, суймастăп. Святой Сывлăшпа хăватланнă таса чунăм та çакна çирĕплетсе пĕлтерет:

(2) чĕрем пысăк хуйхăпа, чарăнми асаппа тулчĕ.

(3) –

(4) Хампа пĕр йăхри тăвансемшĕн, Израиль халăхĕшĕн, эпĕ хама Христосран уйăрттарма та хатĕр. Израиль çыннисене Турă ывăллăха илнĕ, Хăйĕн мухтавне вĕсене панă, вĕсене халал панă. Вĕсен саккун та, Турра кĕлтăвас йĕрке те, Турă шантарса сăмах пани те пур.

(5) Израиль ăрăвĕнченех паллă мăн асаттемĕрсем тухнă. Ĕмĕр-ĕмĕр мухтавлă Христос та çуралнă тăрăх вĕсен хушшинченех. Вăл – аслăран та аслă Турă. Аминь.

(6) Израиль çыннисем хăйсене çапла тыткаланишĕн Турă сăмах пани пурнăçланмарĕ теме çук. Мĕншĕн тесен Израильтен çуралнисем пурте Израиль çыннисем мар-ха.

(7) Авраам йăхĕнчен тухнисем те пурте Авраам ачисем мар-ха. Çырнинче çапла каланă-çке: «Исаакран çуралнисене санăн тăхăму тейĕç».

(8) Урăхла каласан, çуралнă тăрăх кăна Израиль çынни шутланакан кашни çынах Турă ачи мар. Турă сăмах панипе çуралнисем кăна Турă ачисем пулаççĕ.

(9) Турă çапла сăмах панă пулнă: «Палăртнă вăхăтра Эпĕ сан патна килĕп, ун чухне Саррăн ывăл ача пулĕ».

(10) Ку çеç те мар-ха. Ревеккăн та йĕкĕреш ывăл çие юлнă, вĕсен ашшĕ мăн асаттемĕр Исаак пулнă.

(11) –

(12) Вара йĕкĕрешсем çураличченех, ырă е усал тума ĕлкĕричченех Турă Ревеккăна: «Асли кĕçĕннине пăхăнса тăрĕ», – тенĕ. Çапла ĕнтĕ Турă ачасене ÿссессĕн тăвас ĕçĕсене кура мар, Хăй суйласа илнĕ. Унăн, Чĕнекенĕн, ирĕкĕ çапла пулнă.

(13) Çырнинче ун пирки: «Эпĕ Иакова килĕштертĕм, Исава килĕштермерĕм», – тенĕ.

(14) Халĕ мĕнех калар-ха? Турă тÿрĕ мар-шим? Апла мар, паллах.

(15) «Кама каçармаллине – каçарăп, кама хĕрхенмеллине – хĕрхенĕп», – тенĕ пулнă Турă Моисея.

(16) Çапла вара каçару этем кăмăлĕнчен те, этем тăрăшнинчен те мар, каçаракан Турăран килет.

(17) Çырнинче Турă Египет патшине çапла каланă: «Сан урлă Хамăн вăй-хăватăма кăтартмашкăн, пĕтĕм çĕр çинче Хамăн ятăма пĕлтермешкĕн Эпĕ сана патшана лартрăм».

(18) Çапла вара Турă Хăй кама каçарас тет, çавна каçарать; камăн кăмăлне хытарас тет, çавăн кăмăлне хытарать.

Турă çиллипе хĕрхенĕвĕ

(19) «Апла пулсассăн мĕншĕн-ха Турă пире айăплать? Унăн ирĕкне кам хирĕçлеме пултарĕ?» – тейĕн эсĕ мана.

(20) Эсĕ, этем, Турăпа тавлашмашкăн камах вара? Тăм чÿлмек чÿлмекçĕне: «Эсĕ мана мĕншĕн çапла ăсталарăн?» – тесе ÿпкелешĕ-и?

(21) Пĕр тăмранах паха савăт-сапа е ахаль куршак тăвасси чÿлмекçĕн ирĕкĕ мар-и вара?

(22) Тен, Хăйĕн çиллине тата Хăйĕн хăватне кăтартас тесе, Турă çылăхлă çынсене – пĕтме пÿрнĕ çилĕ чÿлмекĕсене – пысăк тÿсĕмлĕхпе хĕрхенсе пурăннă?

(23) Тен, çакна Вăл тÿрĕ çынсене – мухтава тивĕçес хĕрхенÿ чÿлмекĕсене – Хăйĕн мухтавĕн аслăлăхне пĕр вăхăтрах кăтартас тесе тунă?

(24) Çав хĕрхенÿ чÿлмекĕсем – эпир. Турă пире иудейсем хушшинчен кăна мар, урăх халăхсем хушшинчен те суйласа илнĕ.

(25) Çырнинчи Осия кĕнекинче çапла каланă: «Хамăн мар халăха Хамăн халăхăм тейĕп, савманнине савнă тейĕп».

(26) «Турă вĕсене: „Эсир Манăн халăхăм мар“, – тенĕ вырăнтах вĕсене: „Эсир – чĕрĕ Турă ачисем“, – тейĕç».

(27) Исаия пророк тата Израиль çинчен çапла калать: «Израиль ывăлĕсен шучĕ тинĕс тĕпĕнчи хăйăр пĕрчисем чухлĕ пулсассăн та, çăлăнса юлаканĕсем йышлăн пулмĕç.

(28) Мĕншĕн тесен Хуçа Туррăн çĕр çинчи Сучĕ тĕрĕс те хăвăрт пулса иртĕ».

(29) Исаия пророк ун çинчен малтанах çапла каланă: «Саваоф Хуçа Турă Авраам йăхĕнчи çынсенчен сăваплисене упраса хăварман пулсан, пире Содомпа Гоморрăра пурăннисен шăпи кĕтнĕ пулĕччĕ».

Израиль тата Ырă Хыпар

(30) Халĕ мĕнех калар-ха? Тÿрре тухас темен урăх халăхсем тÿрĕлĕх илчĕç, Турра ĕненнĕрен тÿрре тухрĕç.

(31) Саккуна пăхăнса тÿрре тухас тенĕ Израиль халăхĕ вара тÿрре тухаймарĕ.

(32) Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен Израиль халăхĕ ĕненнипе мар, саккуна тытса пынипе тÿрре тухасшăн пулнă. Çапла вара вăл „такăнтаракан чулран“ такăннă.

(33) Çырнинче çапла каланă: «Акă, эпĕ Сионра такăнтарса ÿкерекен чул хуратăп, вара ĕненменнисем такăнса ÿкĕç. Анчах та Ăна ĕненекен кирек кам та намăса юлмĕ».

Рим 10

(1) Эй, тăванăмсем! Эпĕ пĕтĕм чĕререн Израиль халăхне çăлăнăç сунса Турра кĕлтăватăп.

(2) Эсир Турăшăн тăрăшатăр, анчах та çакна шухăшласа тумастăр тесе эпĕ Израиль çыннисене çирĕплетсех калатăп.

(3) Турă çеç тÿрре кăларасса ăнланман пирки вĕсем хăйсем тÿрре тухасшăн, Туррăн тÿрре кăларас шухăшне итлесшĕн мар.

(4) Мĕншĕн тесен саккун Христоспа вĕçленет: Турă кашни ĕненекенех тÿрре кăларать.

Çăлăнасси çинчен

(5) Саккунпа тÿрре тухасси çинчен Моисей çапла çырнă: «Саккун хушнисене пĕтĕмпех пурнăçлакан çын чĕрĕлĕхлĕ пулĕ».

(6) Ĕненÿпе тÿрре тухасси çинчен вара Çырнинче çапла каланă: «Хăвăр шăрта: „Тÿпене çĕкленме кам пултарĕ?“ – тесе ан ыйтăр». Ку вăл: „ǐлакана çĕр çине антарма“ тениех пулать.

(7) Е тата: «„Тĕпсĕрлĕхе анма кам пултарĕ?“ – ан тейĕр». Ку вăл: „ǐлакана вилĕмрен чĕртсе тăратмашкăн“ тениех пулать.

(8) Çырнинче вара: «Турă сăмахĕ санăн çывăхунтах, санăн чĕлхÿ-çăварунта, санăн чĕрÿнте», – тенĕ. Çак сăмах – эпир вĕрентекен ĕненÿ сăмахĕ.

(9) Енчен те эсĕ чĕлхÿ-çăварупа Иисуса Хуçамăр тесе йышăнатăн пулсан, чĕрÿпе Турă Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратнине ĕненетĕн пулсан – çăлăнăн.

(10) Мĕншĕн тесен тÿрре тухмашкăн – чĕререн ĕненмелле, çăлăнмашкăн – ĕненÿ çинчен чĕлхе-çăварпа уççăн каламалла.

(11) «Ăна ĕненекен кирек кам та намăса юлмĕ», – тенĕ Çырнинче.

(12) Иудейсемпе ытти халăхсем хушшинче нимĕнле уйрăмлăх та çук. Мĕншĕн тесен пурин те пĕр Хуçа Турă, Хăйне тархаслакансемшĕн пуриншĕн те Вăл ырăлăхлă.

(13) «Хуçа Турă ятне асăнакан кирек кам та çăлăнать», – тесе те каланă-çке.

(14) Анчах та ху ĕненмен Турра епле тархаслас? Ху илтмен Турра епле ĕненес? Ÿкĕтлесе вĕрентекен пулмасан ăçтан илтеес?

(15) Вĕсене ÿкĕтлесе вĕрентме никама та яман пулсан, вĕсене кам ÿкĕтлĕ? Çырнинче çапла каланă: «Канăçлăх çинчен пĕлтерекенсен, ырри çинчен пĕлтерекенсен урисем епле чаплă!»

(16) Анчах та Ырă Хыпара пуртех йышăнмарĕç. Исаия пророк каланă пек: «Турăçăм! Эпир каласа пĕлтернине камах ĕненчĕ?»

(17) Çапла вара, ĕненес тесен, малтан Турă сăмахне илтес пулать.

(18) «Турă сăмахне вĕсем илтмен-им?» – тесе ыйтатăп эпĕ. Паллах, илтнĕ. Çырнинче каланă пек: «Вĕсен, вĕрентекенсен, сасси пĕтĕм тĕнчене сарăлнă, вĕсен сăмахĕ тĕнче хĕрринех çитнĕ».

(19) «Çакна Израиль халăхĕ пĕлмен-им?» – тесе ыйтатăп татах. Ку ыйтăва Моисеях Турă сăмахĕсемпе хуравланă: «Халăх тесех те калама çук халăх урлă Эпĕ сирĕнте кĕвĕçÿ çуратăп, çав айван халăх урлах Эпĕ сирĕнте вĕчĕхÿ çуратăп».

(20) «Мана Хама шыраманнисем тупрĕç; Мана Хам çинчен ыйтманнисем пĕлчĕç», – тенĕ Исаия пророк урлă Турă тÿррĕнех.

(21) Израиль халăхĕ пирки вара Вăл çапла каланă: «Аллăмсене çав итлемен, кутăн халăх енне тăсса, Эпĕ яра куна кăлăхах кĕтрĕм».

Рим 11

Израилĕн çăлăнса юлас çыннисем

(1) Тата çакна ыйтам-ха: «Турă Хăйĕн халăхне пăрахнă пулать-и вара?» Паллах, апла мар. Эпĕ хам та Авраам йăхĕнчи, Вениамин сыпăкĕнчи Израиль çынни.

(2) Турă Хăй тĕнчене пултаричченех пĕлсе тăнă Хăйĕн халăхне пăрахман. Илия, Израиль халăхне ÿпкелесе, Турра епле тархаслани çинчен Çырнинче мĕн каланине пĕлместĕр-им эсир?

(3) «Турăçăм! Санăн пророкусене вĕлерчĕç, парнÿ вырăнĕсене аркатрĕç, пĕр эпĕ кăна тăрса юлтăм, манăн чунăма та шыраççĕ», – тенĕ Илия.

(4) Турă ăна мĕн тесе хуравлать-ха? «Ваала пуççапма килĕшмен çичĕ пин çынна Эпĕ Хам валли тасан упраса хăвартăм», – тет Вăл.

(5) Хальхи вăхăтра та çавнашкалах: Турă ырăлăхне пула, Турă суйласа илнине пула Израилĕн çăлăнса юлас çыннисем кăна упранса юлнă.

(6) Турă ырăлăхĕпе пулсассăн, эппин, вĕсем ĕçĕсене кура упранса юлман, унсăрăн Турă ырăлăхĕ ырăлăх та пулмĕччĕ. Ĕçĕсене кура пулсан, çакă ырăлăх пулмĕччĕ, унсăрăн ĕç те ĕç мар.

(7) Мĕн темелле-хаПĕтĕм Израиль халăхĕ хăй илме ĕмĕтленнине илеймерĕ, ăна Турă суйланисем кăна илме пултарчĕç. Çавна пула ыттисен чунĕсем хытнă.

(8) Çырнинче çапла каланă: «Турă вĕсем çине туйми тăвакан сывлăш янă. Вĕсем паян кунчченех курми куçлă, илтми хăлхаллă».

(9) Давид та çапла калать: «Вĕсен ĕçки-çики вĕсемшĕн таната пултăр, тавăру мăйкăчи пултăр.

(10) Вĕсен куçĕсем тĕттĕмленччĕр, курми пулччăр, çылăх кукăртса лартнипе вĕсем нихăçан та тÿрленсе ан тăрайччăр».

Ытти халăхсем çăлăнасси çинчен

(11) Тата çакна ыйтам-ха: Израиль халăхĕ тăрайми ÿкмеллех такăннă-шим? Паллах, апла мар. Иудейсем ÿкни урăх халăх çыннисене çăлăнăç кÿрет, çакă вара иудейсене кĕвĕçтерет, тăрăшма хистет.

(12) Вĕсем ÿкни те тĕнчешĕн ырă пулсан, вĕсем çухатни те урăх халăхсене Турăллă тăвать пулсан, иудейсем Турă патне тавăрăнни мĕнле тулли ырăлăх пулĕччĕ!

(13) Эй, ытти халăх çыннисем! Халĕ вара сире калатăп. Эпĕ ытти халăхсен апостолĕ пулнă май хама пÿрнĕ ĕçпе мухтанатăп.

(14) Çав хушăрах тата сирĕн ĕненĕвĕре курнипе тăван халăхăм çыннисем тăрăшма пуçлаччăр тетĕп. Тен, çапла майпа вĕсенчен хăшне-пĕрне çăлса хăварайăп?

(15) Вĕсем Турăран пăрăнни пĕтĕм тĕнчене Турăпа çураçтарчĕ пулсан, вĕсем Турă патне тавăрăнсан мĕн пулĕ? Ку – вилĕмрен чĕрĕлсе тăниех пулать.

(16) Квас тĕпĕ таса пулсан, чусти те таса. Тымарĕсем таса пулсан, турачĕсем те таса.

(17) Енчен те хăш-пĕр хуçăлнă туратсем вырăнне сана та, вăрман оливĕн турачĕ, сыпнă пулсан, сад оливĕн тымарĕ-сĕткенĕпе пĕрлешрĕн пулсан,

(18) ытти туратсем умĕнче пуçна ан каçăрт. Пуçна каçăртсан çакна асту: тымарсене эсĕ чĕрĕлĕх памастăн, вĕсем сана чĕрĕлĕх параççĕ.

(19) «Туратсене мана сыпмашкăн хуçнă», – тейĕн эсĕ.

(20) Юрĕ. Вĕсене ĕненмен пирки хуçнă, эсĕ вара вĕсен вырăнĕнче ĕненĕве пула тытăнса тăратăн. Çавăнпа пуçна ан каçăрт, хăра.

(21) Енчен те Турă йывăçăн чăн турачĕсене хĕрхенмен пулсан, сана хĕрхенĕ тетĕн-и?

(22) Çапла вара Турă ырă та, çирĕп те пулнине хăвах куратăн. Хуçăлса ÿкнисемшĕн Вăл çирĕп. Унăн ырăлăхне шанатăн пулсан, саншăн Вăл ырă. Шанмастăн пулсан, сана та касса пăрахĕç.

(23) Ĕненсе пурăнсан, хуçăлса ÿкнисем те сад оливĕ çумне сыпăнма пултарĕç, мĕншĕн тесен Туррăн вĕсене каялла сыпмашкăн хăват пур.

(24) Мĕншĕн тесен эсĕ, вăрман оливĕнчен каснă турат, çут çанталăк йĕркине пăхмасăрах сад оливĕ çумне сыпăннă пулсан, çак пĕр тĕпри туратсем хăйсен йывăççи çумне çăмăллăнах сыпăнĕç.

Израиль çĕнелесси

(25) Эй, тăвансем! Хăвăр пирки мăнна хурса шухăшласран эпĕ сире çак вăрттăнлăха уçса парасшăн. Израиль халăхĕ кутăнлашса пурăнасси яланлăха мар, вăхăтлăха кăна. Чăн Турра пĕлекен пулнă ытти халăхсен шучĕ кирлĕ виçене çитиччен çеç çапла пулĕ.

(26) Ун чухне пĕтĕм Израиль халăхĕ çăлăнăç тупĕ. Çырнинче каланă пек: «Иаков йăхĕнчисен йĕркесĕрлĕхне пĕтерме Сионран Хăтаракан килмелле.

(27) Эпĕ вĕсене çылăхран хăтарăп, çакă халал пани пулĕ».

(28) Эсир Ырă Хыпара йышăннăран иудейсем ăна йышăнмаççĕ, Турра хирĕç каяççĕ. Анчах та Турă вĕсене суйласа илнĕ, мăн аслашшĕсене пула юратать.

(29) Мĕншĕн тесен Турă панине тата чĕнсе илнине туртса илме çук.

(30) Ĕлĕкрех эсир те Турра итлеместĕрччĕ. Халĕ вара иудейсем итлемен пирки Турă сире каçарнă.

(31) Сире каçарнăран иудейсем халĕ Турра итлемеççĕ те ĕнтĕ. Турă вĕсене те каçарĕ.

(32) Турă, пурне те каçарас тесе, пурне те итлеменлĕх витĕр кăларать.

(33) Турă ырăлăхĕн, ăслăлăхĕн, пĕлĕвĕн виçи çук! Турă шухăшне пĕлме çук, Унăн çулне йĕрлесе тупма çук!

(34) Хуçа Турă ăс-хакăлне пĕлекенĕ пур-и? Ăна канаш пама пултараканĕ пур-и?

(35) Кам та пулин Турра тавăрса памалла кивçен пани пур-и?

(36) Мĕншĕн тесен пурне те Вăл пултарнă, пурте Ун урлă тата Уншăн пурăнать. Ăна ĕмĕр-ĕмĕр мухтав! Аминь.

Рим 12

Христоспа пĕрлĕхлĕ çĕнĕ пурăнăç

(1) Эй, тăванăмсем! Турă ырăлăхĕн ячĕпе тархаслатăп сире: хăвăр ÿт-пĕвĕре чĕрĕ парнелĕхе Турра кÿрĕр, вăл сăваплă та юрăхлă пултăр. Турăшăн çапла тăрăшни ăслă-тăнлă туни пулать.

(2) Пурăнăçăра çак тĕнче йĕркисемпе ан шайлаштарăр. Ун вырăнне Туррăн аван, юрăхлă тата паха ирĕкĕ мĕнне пĕлес тесе эсир хăвăр с-хакăлăра çĕнетсе улшăнăр.

(3) Хама панă апостол ирĕкĕпе усă курса сире пурсăра та калатăп: хăвăра мăнна ан хурăр; хăвăра сăпайлăн, Турă панă ĕненÿпе виçеллĕн хаклăр.

(4) Этемĕн пĕр ÿт-пÿ; ÿт-пÿ пайĕсем нумай, кашни пайĕ хăйĕн ĕçне тăвать.

(5) Эпир те çавнашкалах: Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса пурте пĕр ÿт-пÿ шутланатпăр, уйрăмшарăн вара пĕр-пĕринпе çыхăнура тăракан ÿт-пÿ пайĕсем пулатпăр.

(6) Турă ырăлăхĕпе килĕшÿллĕн пире кашнинех тĕрлĕрен пултарулăх панă. Çавăнпа та кама пророк пултарулăхĕ панă, çав унпа хăй ĕненнĕ таран усă куртăр.

(7) Кама Турă ячĕпе çынсемшĕн тăрăшма панă – тăрăштăр, Турă сăмахне вĕрентекен пулсан – вĕренттĕр,

(8) ÿкĕтлекен пулсан – ÿкĕтлетĕр, валеçекен пулсан – таса чунпа валеçтĕр, пуçлăх пулсан – тăрăшса ертсе пытăр, пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшакан пулсан – савăнсах пулăштăр.

(9) Юратанçи пулса мар, пĕр-пĕрне чун-чĕререн юратăр. Усалтан пăрăнăр, ырă çумне çыпçăнăр.

(10) Пĕр-пĕрне тăванла ăшшăн юратăр, пĕр-пĕрне хисеплеме васкăр.

(11) Яланах тăрăшуллă пулăр, чун-чĕрĕре çунтарăр, Хуçамăршăн ĕçлесе тăрăр.

(12) Шанчăкăр сире савăнăç кÿтĕр, хуйхă килсен тÿсĕмлĕ пулăр, Турра яланах кĕлтăвăр.

(13) Ĕненекен тăванăрсене кирлĕ чухне пулăшăр, ютран килнисене хапăл тăвăр.

(14) Хăвăра хĕсĕрлекенсене ан ылханăр, ырă сунăр.

(15) Савăнаканпа пĕрле савăнăр, йĕрекенпе пĕрле йĕрĕр.

(16) Хăвăр хушшăрта пĕр шухăшлă пулăр, пуç каçăртса çÿрес вырăнне йăвашшисем пек пулма тăрăшăр, хăвăра мăнна ан хурăр.

(17) Усала хирĕç усалпа никама та ан тавăрăр, çынсемшĕн мĕн ырă – çавна тăвăр.

(18) Май пур пулсан пуринпе те çураçуллăн пурăнăр.

(19) Тусăмсем! Усал тунишĕн ан тавăрăр, Турă çилли çитессе шанăр. Мĕншĕн тесен Çырнинче çапла каланă: «„Тавăру ирĕкĕ Манра, тавăраканĕ Эпĕ пулăп“, – тет Хуçа Турă».

(20) Çавăнпа ĕнтĕ тăшману выçă пулсан, ăна çитер; ăшĕ хыпнă пулсан, ĕçтер. Çапла тунипе вăл намăсне ниçта чикме пĕлмĕ.

(21) Усала ан парăн, усала ырăпа çĕнтер.

Рим 13

Влаçсене пăхăнасси

(1) Кирек епле чун та аслă влаçсене пăхăнса пурăнтăр, мĕншĕн тесен влаçлă пурăнăç йĕркине Турă тунă, кирек епле влаç та Турăран.

(2) Çавăнпа та влаçсене хирĕçлекенсем Турă йĕркине хирĕç каяççĕ. Хирĕçлекенсем вара хăйсемшĕн хăйсемех айăплав тупĕç.

(3) Ырă ĕç тăвакан влаçсенчен хăрамасть, усал ĕç тăвакан хăрать. Влаçсенчен хăрамасăр пурăнас килет-и? Ырă ту, вара вĕсем сана мухтĕç.

(4) Пуçлăх вăл – санăн ырлăхушăн тăрăшакан Турă тарçи. Усал тăватăн пулсассăн – хăра; пуçлăха ахальтен хĕç паман. Вăл – Турă тарçи, усал тăвакана тавăрать, айăп хурать.

(5) Çавăнпа пуçлăхсене айăпласран хăранипе кăна мар, чун хушнипе те пăхăнмалла.

(6) Вĕсем Турă тарçисем пулса сирĕншĕн ялан тăрăшнăран эсир налук тÿлетĕр те.

(7) Çапла вара, кашнинех памаллине парăр: кама – налук, кама – хисеп, кама – чыс.

Çывăх çынна юратасси

(8) Хире-хирĕçле юратулăх тивĕçĕсĕр пуçне, никама та нимĕнпе те парăмлă ан пулăр. Çынна юратни саккун хушнине пурнăçлани пулать.

(9) Мĕншĕн тесен «мăшăрна ан ултала», «ан вĕлер», «ан вăрла», «судра суйса ан пĕлтер», «çынăнне ан хапсăн

(9) текеннисен тата ытти пил-хушусен тĕшши çак сăмахсенче: «Çывăх çыннуна хăвна юратнă пек юрат».

(10) Юратулăх çывăх çынна усал тумасть. Çапла вара, юратни саккун хушнине пурнăçлани пулать.

Христос килес кун çывхарать

(11) Эсир те çапла пурăнăр. Эпир халĕ мĕнле вăхăтра пурăннине пĕлетĕр. Пирĕн ыйхăран вăранас вăхăт çитрĕ. Халĕ пирĕншĕн çăлăнăç хамăр ĕненме пуçланă чухнехинчен çывăхрах.

(12) Каç иртрĕ, кун çывхарса килет. Çавăнпа та тĕттĕмлĕх ĕçĕсене сирсе ывăтар та çутăлăх хĕçĕсем тытар.

(13) Эппин, кун çутинчи пек йĕркеллĕ пурăнар. Намăссăрланса та ĕçке ярăнса, ясарланса та аскăнланса, хирĕçсе те кĕвĕçсе пурăнар мар.

(14) Ун вырăнне, Иисус Христос Хуçамăра ĕненсе, хÿтлĕх тумне тăхăнар. Çылăхлă кăмăл хыççăн каяс мар тесен, ÿт-пÿшĕн виçине пĕлсе тăрăшар.

Рим 14

Çывăх çыннуна ан айăпла

(1) Хавшак ĕненÿллĕ çынна хăвăр йыша илĕр, анчах та ăна шухăшĕсемшĕн ан ÿпкелĕр.

(2) Калăпăр, пĕри йăлтах çиме юрать тесе шухăшлать, тепри, хавшак ĕненÿлли, пахча çимĕç кăна çиет.

(3) Апат тиркеменни апат уякана ан мĕскĕнлеттĕр. Апат уяканни те апат тиркеменнине айăпласа ан калаçтăр, мĕншĕн тесен вăл та Туррăн.

(4) Эсĕ, ют чурана айăплаканскер, ху камах вара? Вăл хăй Хуçи умĕнче тăрать-и, ÿкнĕ-и – ăна Хуçи пĕлет. Ÿкнĕ пулсан, Турă ăна ури çине тăратма та пултарать.

(5) Хăшĕ кунпа куна тиркет, хăшĕ пур куна пĕре хурать. Кам мĕнле шухăшлать, çапла пурăнтăр.

(6) Кунсене уяканни Хуçа Турăшăн уять. Кунсене тиркеменни те Хуçа Турăшăн тиркемест. Апат тиркеменни Хуçа Турăшăн тиркемест, мĕншĕн тесен вăл Турра тав туса çиет. Апат уяканни те Хуçа Турăшăн уять, мĕншĕн тесен вăл та Турра тав тăвать.

(7) Пурăнасса та эпир хамăршăн пурăнмастпăр, вилессе те эпир хамăршăн вилместпĕр.

(8) Пурăнсан та – Хуçа Турăшăн пурăнатпăр; вилсен те – Хуçа Турăшăн вилетпĕр. Эпир яланах Хуçамăрăн.

(9) Мĕншĕн тесен Христос вилнисемпе чĕррисен Хуçи пулмашкăн вилнĕ те, чĕрĕлнĕ те.

(10) Эсĕ ĕненекен тăванна мĕншĕн айăплатăн? Эсĕ тата? Хăвăн тăванна мĕншĕн мĕскĕнлететĕн? Пирĕн пурин те Христос сучĕ умне тăмалла пулать-çке!

(11) Çырнинче çапла каланă: «„Пурте Манăн умра чĕркуçленĕç, пурте Турра чĕлхи-çăварĕпе мухтĕç. Çакă Эпĕ пурри пекех чăн“, – тет Хуçа Турă».

(12) Çапла вара, пирĕнтен кашниех харпăр хăйшĕн Турă умĕнче явап тытĕ.

Ĕненекен тăванна такăнмашкăн сăлтав ан пар

(13) Малашне пĕр-пĕрне айăплар мар. Айăплас вырăнне тăванăма такăнмашкăн е ÿкмешкĕн сăлтав парас марччĕ тесе тăрăшар.

(14) Иисус Христос Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ пулнăран эпĕ çакна çирĕп ĕненетĕп: хăйне тĕллĕн нимĕн те таса мар пулмасть. Кам мĕне те пулин таса мар тесе шутлать, çавă уншăн таса мар.

(15) Тăвану уякан апата çисе ăна кÿрентеретĕн пулсан, эппин юратуллă пурăнмастăн. Христос уншăн та вилнĕ, эппин апата пула тăванна вилĕмлĕ ан ту.

(16) Çапла вара, саншăн лайăххи теприншĕн тиркемелле ан пултăрччĕ.

(17) Мĕншĕн тесен Турă Патшалăхĕ ĕçме-çиме таврашĕ мар, Святой Сывлăш паракан тÿрĕлĕх, канăçлăх тата савăнăç.

(18) Кам çапла пурăнса Христосшăн тăрăшать, çав Турра та юрăхлă, çынсем умĕнче те хисеплĕ.

(19) Эппин, пĕр-пĕрне килĕштерсе, ĕненÿре çирĕплетсе пурăнмалли майсене шырар.

(20) Апат-çимĕç таврашне пула Турă ĕçне ан пăс. Пур апат-çимĕç те таса, анчах та тăвану тиркекен апата çини начар. Çапла туса эсĕ ăна çылăха кĕртетĕн.

(21) Эсĕ аш çини, эрех таврашĕ ĕçни тăванна çылăха кĕртет пулсан – ан çи, ан ĕç. Тăванна такăнтаракан, ÿкерекен, ĕненĕве хавшатакан нимĕнле ĕç те ан ту.

(22) Санăн ĕненĕвÿ пур-и? Пур пулсассăн, ăна хăвăн ăшăнта, Турă умĕнче упра. Хăй суйласа илнĕ япалашăн хăйне айăпламан çын телейлĕ.

(23) Иккĕлене-иккĕленех çиекене вара Турă айăплать, мĕншĕн тесен вăл ĕненĕвĕпе килĕшÿллине тумасть. Ĕненÿпе килĕшсе тăманнине туни вара – çылăх.

Мухтав сăмахĕсем

(24) Турра мухтав. Эпĕ пĕлтерекен Ырă Хыпар урлă – Иисус Христосах вĕрентнĕ Ырă Хыпар урлă – Турă сире çирĕплетет. Ырă Хыпар – мĕн ĕмĕртен пытарăннă вăрттăнлăх,

(25) халĕ çав вăрттăнлăха Турă уçса пачĕ. Ăна пире ĕмĕрхи Турă пророксене çыртарнă сăмахпа пĕлтернĕ. Ĕненме пуçлаччăр тесе, Хăйне пăхăнччăр тесе, Турă çав вăрттăнлăха пур халăха та хыпарламалла турĕ.

(26) Ăслăран та Ăслă Пĕртен-пĕр Турра Иисус Христос урлă ĕмĕр-ĕмĕр мухтав пултăр. Аминь.

Рим 15

Çывăх çыннăрсен кăмăлне юрама тăрăшăр

(1) Пирĕн, вăйлисен, хамăршăн кăна тăрăшмалла мар, хавшак чунлисен çитменлĕхĕсене те каçарма пĕлмелле.

(2) Пирĕнтен кашниех, çывăх çыннине ырра килтĕр тесе, унăн кăмăлне юрама тăрăштăр. Çапла туни ăс паниех пулать.

(3) Мĕншĕн тесен Христос та Хăй кăмăлне юрасшăн тăрăшман. Çырнинче каланă пек: «Сана хурлакансен хурри Мана тиврĕ».

(4) Çырнинче авалах мĕн каланине пире ăс памашкăн çырнă: эпир, Çырнинче тÿсĕмлĕхпе лăплану тупса, шанчăка çухатмастпăр.

(5) –

(6) Турра, Иисус Христос Хуçамăрăн Ашшĕне, пĕр кăмăлтан, пĕр çăвартан мухтамашкăн, Иисус Христос вĕрентнĕ пек пĕр шухăшлăн пурăнмашкăн тÿсĕмлĕхпе лăплану Турри сире пархатар патăр.

Ырă Хыпар пур халăхсемшĕн те

(7) Çавăнпа та, Турă мухтавĕшĕн сире Христос епле хапăл тунă, эсир те пĕр-пĕрне çавнашкалах хапăл тăвăр.

(8) Эпĕ çакна каласшăн: Турă чăннине кăтартмашкăн Христос ÿт кастарнисен тарçи пулнă. Çакна Вăл иудейсен мăн аслашшĕсене панă сăмаха тытас тесе тунă.

(9) Урăх халăхсем те Турра мухтаччăр тесе, Вăл, Хăйĕн ырăлăхне пула, вĕсен тарçи те пулнă. Çырнинче каланă пек: «Эй, Турăçăм, Сана уншăн ытти халăхсем хушшинче чапа кăларăп, Санăн ятна мухтаса юрлăп».

(10) Тата Çырнинче каланă: «Эй, ытти халăхсем, Унăн халăхĕпе пĕрле савăнăр!»

(11) Тата: «Эй, мĕн пур урăх халăхсем, Хуçа Турра мухтăр! Мĕн пур халăхсем, Ăна чапа кăларăр!» – тенĕ.

(12) Исаия та çапла каланă: «Иессей ăрăвĕнчи килĕ те халăхсемпе пуç пулĕ, ытти халăхсемшĕн шанчăк пулĕ».

(13) Шанчăклăх Турри сирĕн чун-чĕрĕре, хăвăр ĕненнине кура, тĕрлĕ савăнăçпа, канăçлăхпа тултартăр. Вара шанчăкăр Святой Сывлăш хăвачĕпе татах çирĕпленĕ.

Павелăн тĕн сарас ĕçĕ

(14) Эй, тăванăмсем! Эсир ырă та тулли кăмăллă, нумай пĕлÿллĕ пулнине, пĕр-пĕрне вĕрентме пултарнине шанса тăратăп.

(15) Анчах та, сире асăрхаттарас тесе, хăш-пĕр япаласем пирки эпĕ хăюллăрах та çыртăм. Турă панă пархатарпа

(16) манăн ытти халăхсемшĕн Иисус Христос тарçи пулмалла, священник тивĕçĕпе вĕсене Туррăн Ырă Хыпарне вĕрентмелле. Эпĕ Турра пĕлмен халăхсене Турра кÿретĕп. Святой Сывлăшпа сăваплатса кÿнĕ çав парнем Турра юрăхлă пултăр.

(17) Çапла вара, Иисус Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса, Турăшăн тунă ĕçĕмпе мухтанма ирĕкĕм пур.

(18) Тунă ĕçĕмпе тени те тĕрĕсех мар-ха. Чăннипе, эпĕ ытти халăхсене Христос панă сăмахпа тата ĕçпе ĕнентеретĕп.

(19) Çакă вăл тĕрлĕрен паллăсемпе тĕлĕнмелле ĕçсен хăвачĕпе, Турă Сывлăшĕн хăвачĕпе пулса пырать. Çапла майпа эпĕ Христосăн Ырă Хыпарне Иерусалимпа унăн таврашĕнчен пуçласа Иллирик таран сарма пултартăм.

(20) Эпĕ яланах Ырă Хыпара Христос ячĕ çинчен илтмен вырăнсенче пĕлтерсе çÿреме тăрăшрăм, урăххисем вĕрентсе хывнă никĕспе усă курас темерĕм.

(21) Çырнинче каланă пек: «Ун çинчен хыпар пĕлменнисем Ăна курĕç, илтменнисем пĕлĕç».

Павел Рима кайма шухăшлани

(22) Çав сăлтава пула эпĕ халиччен те сирĕн патăра çитсе кураймарăм.

(23) Халĕ çав çĕрсенче эпĕ çитмен вырăн юлмарĕ ĕнтĕ, сирĕнпе курнăçас тахçанхи ĕмĕтĕме тултарса,

(24) Испание кайма тухсанах сирĕн патăра çитсе курăп. Çула май сирĕнпе курнăçасса шанатăп. Сирĕнпе пĕр вăхăт кăмăл туличчен калаçсан эсир мана малалла кайма пулăшасса та шанатăп.

(25) Халĕ вара эпĕ Иерусалима, унти ĕненекенсене пулăшма, çула тухатăп.

(26) Мĕншĕн тесен Македонири тата Ахаияри ĕненекенсем Иерусалимри чухăн ĕненекенсем валли укçа-тенкĕ пуçтарса парса ячĕç.

(27) Вĕсем тăрăшнине ырламалла. Тепĕр тесен, вĕсем Иерусалимри ĕненекенсене парăмлă та. Иерусалимрисен чун-чĕм пуянлăхĕпе ытти халăхсем те усă кураççĕ пулсан, ун вырăнне вĕсен ÿт-пĕве кирлĕ пуянлăхпа тавăрса памалла.

(28) Çак ĕç-пуçсене туса пĕтерсен, хама шанса панă укçа-тенкĕне вĕсене леçсе парсан, эпĕ Испание кайма тухăп. Вара, çула май, сирĕн патăра çитсе курăп.

(29) Пырсассăн эпĕ Христос Ырă Хыпарĕн тулли пиллĕхне сире çитерсе парасса шанатăп.

(30) Эй, тăванăмсем! Сире Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе, Святой Сывлăш юратулăхĕпе тархасласа йăлăнатăп: хам кĕлтунă пекех, эсир те Турра маншăн тăрăшса кĕлтăвăр.

(31) Манăн Иудейăри ĕненмен çынсен хурри пулас марччĕ, эпĕ тăрăшни Иерусалимри ĕненекен тăвансемшĕн усăллă пултăрччĕ.

(32) Вара эпĕ Турă ирĕкĕпе сирĕн патăра савăнсах çитĕттĕм, сирĕнпе пĕрле канăçлăх тупăттăм.

(33) Канăçлăх Турри сирĕнпеле пултăр. Аминь.

Рим 16

Ятран салам яни

(1) Эпĕ сире Кенхрен чиркĕвĕнчи ĕненекен тăванăмăрпа, Фива ятлă диакониссăпа, паллаштарасшăн.

(2) Эсир çав хĕрарăма Турă ячĕпе, ĕненекенсене тивĕçлĕ пек, хапăл тусамăр. Хăвăр патăрта ăна мĕн кирлипе пулăшсамăр. Вăл хăй те нумайăшне, çав шутрах мана та, пулăшнă.

(3) Иисус Христос ĕçĕнчи юлташăмсене Прискиллăпа Акилăна салам калăр.

(4) Вĕсем ман чунăмшăн пуçĕсене хума та хатĕр пулчĕç. Вĕсене пĕр эпĕ кăна мар, Христоса ĕненекен ытти халăх çыннисен чиркĕвĕсем те пурте тав тăваççĕ. Вĕсен килти чиркĕвне пухăнакансене те манран салам калăр.

(5) Хаклă Епенет тусăма, Ахаияра Христоса ĕненме пуçлакансенчен пĕри пулнăскерне, манран салам калăр.

(6) Хамăршăн вăйне шеллемесĕр тăрăшнă Мариама та салам яратăп.

(7) Тăван халăхăм çыннисене Андроникпа Юнияна та манран салам. Вĕсем манпа пĕрле тĕрмере ларнăччĕ, апостолсем хушшинче те вĕсем паллă çынсем шутланаççĕ. Христоса ĕненме те вĕсем манран маларах пуçланăччĕ.

(8) Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ савнă Амплие салам калăр.

(9) Хамăрпа пĕрле Христосшăн тăрăшакан Урбана тата хаклă Стахияна та салам.

(10) Ĕненÿре тĕрĕсленнĕ Апеллеса, чăн-чăн Христос çыннине, салам калăр. Аристовулăн ĕненÿри шанчăклă кил-йышне те салам çитерĕр.

(11) Тăван халăхăм çыннине Иродиона та манран салам. Наркисс кил-йышĕнчисене те, Хуçамăрпа пĕрлĕхлисене, салам калăр.

(12) Хуçамăршăн вăй хуракан хĕрарăмсене, Трифенпа Трифоса, манран салам. Хуçамăршăн нумай тăрăшнă хаклă Персидăна та манран салам çитерĕр.

(13) Хуçамăра ĕненнипе палăрнă Руфа тата унăн амăшне салам калăр. Эпĕ хам та ăна аннем вырăннех хуратăп.

(14) Асинкрита, Флегонта, Ерма, Патрова, Ермие тата вĕсемпе хутшăнса пурăнакан ытти ĕненекенсене те манран салам.

(15) Юлияпа Филолога, Нирейпа аппăшне, Олимпана тата вĕсемпе хутшăнса пурăнакан мĕн пур ĕненекенсене салам калăр.

(16) Пĕр-пĕрне сăваплăн, тăванла чуптуса ырă сунăр. Христос чиркĕвĕсем те пурте сире салам яраççĕ.

(17) Эй, тăвансем! Тархасласа калатăп: эсир тĕрĕс вĕрентĕве илнĕ ĕнтĕ. Эпир вĕрентнĕ пек мар, урăхла вĕрентсе хирĕçтерекенсенчен, такăнтаракансенчен асăрханăр. Унашкаллисенчен пăрăнăр.

(18) Вĕсем Иисус Христос Хуçамăршăн мар, хăйсен хырăмĕшĕн тăрăшаççĕ; япшар чĕлхисемпе йăпăлтатса, ырă пулса, айваннисене улталаççĕ.

(19) Эсир ĕненĕве чунпа парăннине пурте пĕлеççĕ, эпĕ те сирĕншĕн савăнатăп. Çапах та ман сире çакна калассăм пур: ырă тума ăста пулăр, усал тума пĕлмен пулăр.

(20) Канăçлăх Турри часах шуйттана çапса антарĕ, сирĕн урăр айне тăвĕ. Иисус Христос Хуçамăр ырăлăхĕ сирĕнпе пултăр! Аминь.

(21) Ĕçри юлташăм Тимофей тата тăван халăхăм çыннисем Луций, Иасон, Сосипатр сире салам яраççĕ.

(22) Эпĕ те, çак çырăва çырма пулăшакан Тертий, Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕскер, сире салам яратăп.

(23) Гаий те сире салам калать. Ютран килнĕ ĕненекенсем ун килĕнче чарăнса тăраççĕ, мана та вăл хапăл турĕ. Сире хула хыснин управçи Ераст тата Кварт тăванăм салам яраççĕ.

(24) Сире пурне те Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕ пултăр! Аминь.

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Павел Римсене Янă Çыру” çине 2 шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.