Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Сăваплă Павел Апостолăн Коринф Çыннисене Янă Иккĕмĕш Çырăвĕ
1
Саламлани
(1) Турă ирĕкĕпе Иисус Христосăн апостолĕ пулма тивĕçнĕ Павелран тата Тимофей тăванăмран – Коринфри Турă чиркĕвне тата пĕтĕм Ахаияри мĕн пур ĕненекенсене.
(2) Сире Атте Туррăмăртан тата Иисус Христос Хуçамăртан ырăлăхпа канăçлăх пултăр.
Павел Турра тав туни
(3) Иисус Христос Хуçамăрăн Турри тата Ашшĕ мухтавлă пултăр! Вăл – хĕрхенÿлĕхĕн Ашшĕ, тем тĕрлĕ лăплантару Турри.
(4) Вăл пире тĕрлĕ хĕн-хурта лăплантарать. Турă панă çав лăплантарупа эпир те хĕн-хур куракансене лăплантарма пултаратпăр.
(5) Пурăнăçăмăрта Христос тÿснĕ пек асапсем нумайланса пынăçемĕн эпир Христос урлă нумайрах та нумайрах лăплантару илетпĕр.
(6) Хурлăх курасса та эпир сире лăплантарма, çăлăнăç пама куратпăр. Лплану илнĕрен вара эпир чăтнине эсир те тÿсĕмлĕн чăтаятăр.
(7) Эпир сире çирĕп шанатпăр. Лплану илессе те эпир сире лăплантарма, çăлăнăç пама илетпĕр. Эпир çакна пĕлсе тăратпăр: хурлăхра та, лăпланура та эсир яланах пирĕнпе пĕрле.
(8) Эй, тăвансем! Эпир Асире мĕнле хĕн-хур тÿснине сире пĕлтермесĕр хăварас килмест. Çав чăтма çук йывăр асапа пула эпир хамăр чĕрĕ юласса та шанма пăрахнăччĕ,
(9) пире вилмех пÿрнĕ пулĕ тенĕччĕ. Анчах та мĕн пулни йăлтах хамăра мар, вилнисене чĕртекен Турра шанмашкăн пулса иртнĕ иккен.
(10) –
(11) Турă ун чухне пире, вилес патнех çитнĕскерсене, хăтарчĕ; халĕ те хăтарать. Эсир пирĕншĕн кĕлтусах тăрсан, Турă пире малашне те хăтарасса шанатпăр. Вара, нумайăшĕн кĕллине илтсе, пире хĕрхеннĕшĕн нумай-нумай çын Турра тав тăвĕ.
Павел Коринфа вăхăтра пырайманни
(12) Эпир вара таса чунпа çакна калатпăр: çынсемпе, уйрăммăнах сирĕнпе, эпир пĕр чеелĕхсĕр, Турра юрăхлă пек уçă кăмăллă пултăмăр; этем ăслăлăхĕпе мар, Турă ырăлăхĕпе пурăнтăмăр. Çавăншăн эпир мухтанатпăр.
(13) –
(14) Çырасса та эпир сирĕн пата вуласа ăнланма çук япаласем çинчен çырмастпăр. Иисус Христос Хуçамăрăн кунĕнче эпир сирĕн урлă, эсир пирĕн урлă мухтава тухасса ăнлана пуçларăр, ĕнтĕ тĕппипех ăнланса илессе шанатăп.
(15) Çакна çирĕп шанса, сире тепĕр хут чун-чĕм пархатарĕ парас тесе эпĕ сирĕн патăра маларах пырасшăнччĕ.
(16) Пĕрре эпĕ сирĕн патăра Македоние кайнă чухне çула май кĕресшĕнччĕ, тепре – унтан тавăрăннă чухне. Эсир вара мана Иудейăна ăсатса ярăттăр.
(17) Çапла шухăшласа эпĕ çăмăлттайла хăтлантăм-шиЕ мĕн те пулин тума шухăшласан çак тĕнче çыннисем пек пĕрре апла, тепре капла калаçатăп-и?
(18) Эпир сире пĕрре апла, тепре капла темен. Турă епле шанчăклă, пирĕн сăмахăмăр та çапла шанчăклă.
(19) Эпĕ те, Силуан та, Тимофей та – виçсĕмĕр те – сирĕн патăрта Турă Ывăлĕ Иисус Христос çинчен ÿкĕтлесе вĕрентрĕмĕр. Турă Хăйĕн Ывăлне çĕр çине килтерни «çапла» е «çук» тени мар, татăклăн «çапла» тени пулать.
(20) Турă шантарнисем Христосра пурте «çапла». Çавăнпа та эпир Христос урлă Турра «аминь» тесе мухтатпăр.
(21) Пире те, сире те Христоспа пĕрлĕхлĕ туса çирĕплетекенĕ, суйласа илекенĕ вара – Турă.
(22) Вăл пире Хăйĕн пичечĕпе палăртнă, пулассине шантарса чĕремĕрсене Хăйĕн Сывлăшне хывнă.
(23) Турă умĕнче калатăп: сире хĕрхеннĕрен эпĕ Коринфа халĕ те пырса çитейместĕп-ха.
(24) Эпир сирĕн ĕненĕвĕрпе пуç пуласшăн мар – сире савăнтармалăх сирĕнпе пĕрле тăрăшасшăн. Ĕненÿре вара эсир хăвăрах çирĕп.
2 Коринфри 2
(1) Çапла вара, эпĕ сирĕн патăра пырса татах кулянтарса çÿрес темерĕм.
(2) Сире кулянтарсан мана савăнтараканĕ кам пулĕ? Эсирех, хам кулянтарнисемех, мар-и вара?
(3) Сирĕн патăра пырсассăн эсир мана савăнтарасса кĕтетĕп. Çавăнпа та, кулянмалла пулса ан тухтăрччĕ тесе, çакна пыричченех çыртăм та ĕнтĕ, мĕншĕн тесен манăн савăнăçăм сирĕншĕн пуриншĕн те савăнăç. Эпĕ сирĕн пирки иккĕленместĕп.
(4) Çырасса та эпĕ сирĕн патăра питĕ хуйхăллă, суранлă чĕрепе, вĕри куççуль юхтарса çыртăм. Сире кулянтарас тесе мар, хам сире мĕн тери юратнине пĕлччĕр терĕм.
Кÿрентерекенсене каçарасси
(5) Мана кÿрентерекен те пулчĕ-ха, анчах вăл мана кăна мар, сире пурсăра та пăртак кÿрентерчĕ. Ÿстерсе калас мар тенĕрен пăртак тетĕп-ха.
(6) Çавнашкал çыншăн нумайăшĕ питлени хăех айăплани пулĕ.
(7) Ĕнтĕ вăл ытлашши хуйха ан ÿктĕр тесен, эсир ăна каçарни, лăплантарни вырăнлăрах.
(8) Çавăнпа та тархасласах ыйтатăп: хăвăр ăна малтанхиллех юратнине кăтартса парăр.
(9) Малтанхи çырăвне те эпĕ сире тĕрĕслесе пăхас тесе, сăмахăмран иртместĕр-ши тесе çырнăччĕ.
(10) Эсир кама каçаратăр, эпĕ те ăна каçарăп. Эпĕ те, кама та пулин каçарсан, ăна Христос умĕнче сирĕншĕн каçаратăп.
(11) Çапла туни пире шуйттан çиеле тухасран хăтарать; унăн киревсĕр шухăшĕсем пирĕншĕн паллă.
Павел канăçсăрлăхĕ тата лăпланăвĕ
(12) Эпĕ Троадăна Христос çинчен Ырă Хыпар пĕлтерме пырсассăн, Хуçамăр мана лайăх майсем уçса пачĕ.
(13) Çапах та манăн ăшăм вăркарĕ, мĕншĕн тесен эпĕ унта Тит тăванăмăра тупаймарăм. Вара унтисемпе сывпуллашрăм та Македоние тухса кайрăм.
(14) Тавах Турра! Турă пире Христос урлă яланах çĕнтерÿллĕ тăвать. Пирĕн урлă вара Хăй çинчен пур çĕрте те техĕмлĕ те чаплă пĕлÿ сарать.
(15) Эпир Турăшăн – Христосăн техĕмлĕхĕ. Çав ырă шăршă çăлăнакансем хушшинче те, пĕтекенсем хушшинче те сарăлать.
(16) Пĕрисемшĕн эпир вилĕм кÿрекен пĕтмелли шăршă, теприсемшĕн – чĕрĕлĕх паракан пурăнăç шăрши. Çак тивĕçе кам хăй çине илме пултарĕ?
(17) Нумайăшĕ Турă сăмахне пăсса вĕрентеççĕ, эпир апла вĕрентместпĕр. Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса, Турă сăмахне Унăн çыннисем пек таса чунпа пĕлтерсе, Турă умĕнче вĕрентетпĕр.
2 Коринфри 3
Çĕнĕ Халалшăн тăрăшакансем
(1) Сире хамăрпа çĕнĕрен паллаштармалла-и? Хăшĕ-пĕрисем сирĕн патăра пынă чухне е сирĕн патăртан кайнă чухне ятарласа хăйсене ырланă çыру çыртараççĕ. Пире вăл кирлĕ-и? Паллах, кирлĕ мар.
(2) Пирĕн çыру – эсир. Ăна чĕремĕрсенче çырнă, ăна пурте пĕлеççĕ, пурте вулаççĕ.
(3) Эсир Христосăн çырăвĕ иккенне хăвăрах кăтартса паратăр. Эпир тăрăшнипе ăна чернилпа мар, чĕрĕ Туррăн Сывлăшĕпе çырнă. Ăна чул хăма çине мар, этем чĕрисем çине çырнă.
(4) Пирĕн çак çирĕп шанчăк Христос урлă Турăран килет.
(5) Мĕн те пулин хамăртан килет текен шухăш пирĕн пуçа та пырса кĕмест, мĕншĕн тесен пирĕн пултарулăх – Турăран.
(6) Турă пире Çĕнĕ Халалшăн тăрăшма пултарулăх панă. Çав Халалра вара чи кирли – çырнă сас палли мар, Сывлăш. Мĕншĕн тесен саккунри чĕрĕ мар сас палли вилĕм кÿрет, Сывлăш вара чĕрĕлĕхлĕ тăвать.
(7) Чул хăмасем çине çырнă чĕрĕлĕх парайман сас паллишĕн ĕçлесе тăни те мухтавлă пулнă. Çав сÿнес мухтав çути çиçсе тăнăран Израиль çыннисем Моисей сăн-пичĕ çине те пăхма пултарайман.
(8) Саккуншăн ĕçлесе тăни те çав тери мухтавлă пулсассăн, Сывлăш хавхалантарнипе тăрăшасси татах та мухтавлăрах мар-и?
(9) Айăплакан саккуншăн ĕçлесе тăни чаплă пулсассăн, тÿрре кăларакан халашăн тăрăшасси мĕн тери чаплăрах!
(10) Ку тĕлĕшĕнчен вара кайранхи мухтав çути хупласа хунăран малтанхи халĕ мухтав пек те туйăнмасть.
(11) Мĕншĕн тесен сÿнес çутă мухтавлă пулсан, сÿнмен çутă мĕн тери мухтавлăрах.
(12) Çавнашкал шанчăк пуртан эпир уççăн та хăюллăн калаçатпăр.
(13) Эпир Моисей пек мар. Израиль çыннисем мухтав çути сÿннине ан асăрхаччăр тесе, вăл сăн-питне пĕркенчĕкпе хупласа çÿренĕ.
(14) Анчах та Израиль çыннисен ăсĕ хытса ларнă. Авалхи Халала вуланă чухне вĕсем çав пĕркенчĕке уçаймаççĕ, мĕншĕн тесен вăл Христос урлă кăна уçăлать.
(15) Моисей саккунне вуланă чухне паян кунчченех вĕсен чун-чĕрине пĕркенчĕк витсе тăрать;
(16) анчах та Хуçамăр енне çавăрăнсан çав пĕркенчĕк илĕнет.
(17) Хуçамăр вăл – Сывлăш; Хуçамăрăн Сывлăшĕ ăçта, ирĕклĕх те çавăнта.
(18) Пирĕн çине, уçă сăн-питлĕскерсем çине, Хуçа Турă мухтавĕн çути тĕкĕр çине ÿкнĕ пек ÿкет. Хуçа Туррăмăрăн Сывлăшĕ пулăшнипе эпир Ун евĕрлĕ пулса, чаплăланса пыратпăр.
2 Коринфри 4
Тăм савăтри мул
(1) Турă пире Хăйĕн ырăлăхĕпе çакнашкал ĕç шанса панă, çавăнпа эпир хуйха ÿкместпĕр.
(2) Унтан та ытларах, вăрттăн та намăс ĕçсенчен пăрăнса, эпир чееленместпĕр, Турă сăмахне пăсмастпăр. Чăнлăха уççăн пĕлтерсе Турă умĕнче эпир çынсене хамăрпа хамăрах паллаштаратпăр.
(3) Эпир пĕлтерекен Ырă Хыпар хупланчăк пулсассăн, вăл пĕтмелли çул çинче тăракансемшĕн кăна çапла.
(4) Вĕсен, ĕненменнисен, ăсне çак тĕнче турри суккăрлатнă. Вĕсем Христос мухтавĕ çинчен калакан Ырă Хыпар çутине курмаççĕ. Христос вара – курăнман Туррăн курăннă сăнарĕ.
(5) Эпир хамăр çинчен вĕрентместпĕр, Иисус Христос вăл пирĕн Хуçамăр пулни çинчен вĕрентетпĕр. Эпир Иисус ячĕшĕн сирĕн чура пултăмăр.
(6) Çутта тĕттĕмлĕхрен пулма хушнă Турă пире Хăйĕн мухтавне пĕлтерсе çутта кăлармашкăн чĕремĕрсене çутатрĕ. Мухтав çути вара Иисус Христос сăн-питĕнчен килет.
(7) Эпир çав мул упранакан тăм савăтсем çеç. Çапла ĕнтĕ, виçесĕр вăй-хăват пирĕнтен мар, Турăран килни уççăнах палăрать.
(8) Çавăнпа та пире темĕн чухлĕ таптасан та аркатаймаççĕ. Тÿсме çук йывăрлăхра та эпир шанчăка çухатмастпăр.
(9) Пире хĕсĕрлеççĕ, анчах Турă пăрахмасть. Пире ураран ÿкереççĕ, анчах пĕтереймеççĕ.
(10) Хамăр ÿт-пÿре Иисусăн чĕрĕлĕхĕ палăртăр тесе, эпир яланах Иисус Хуçамăрăн вилĕмлĕхĕпе çÿретпĕр.
(11) Эпир, вилĕмлĕ ÿт-пÿре Иисусăн чĕрĕлĕхĕ палăртăр тесе, пурăннă чухне Иисус ячĕшĕн тăтăшах вилĕмпе куçа-куçăн тăратпăр.
(12) Çапла вара, пирĕн валли – вилесле асапсем, сирĕн валли – чĕрĕ пурăнăç.
(13) «Эпĕ ĕненетĕп, çавăнпа калатăп», – тенĕ Çырнинче. Эпир те çавнашкалах çирĕп ĕненетпĕр, ĕненнĕрен калатпăр та.
(14) Мĕншĕн тесен çакна пĕлетпĕр: Иисус Хуçамăра чĕртсе тăратнă Турă пире те, Иисуса чĕртнĕ пекех чĕртсе, сирĕнпе пĕрле Хăй умне тăратĕ.
(15) Ĕнтĕ нумайăшĕ Туррăн тулли ырăлăхне илсе Турра ытларах та ытларах тав туса мухтаччăр тесе, эпир пурне те сирĕншĕн тÿсетпĕр.
Ĕненÿпе пурăнасси
(16) Çавăнпа та эпир хуйха ÿкместпĕр. Ÿт-пÿ ватăлать пулин те, чун-чĕм кунран-кун çĕнелсех пырать.
(17) Вăхăтлăх кăшт асапланнăшăн эпир виçесĕр пысăк, ĕмĕрлĕх мухтав илетпĕр.
(18) Эпир курăнаканни патне мар, курăнманни патне ăнтăлатпăр; мĕншĕн тесен курăнаканни вăхăтлăха, курăнманни ĕмĕрлĕхе.
2 Коринфри 5
(1) Эпир пĕлетпĕр: çĕр çинчи пирĕн пÿрт, çак хÿшĕ, аркансассăн, тÿпере пирĕн алăпа туман, Турă хатĕрленĕ ĕмĕрлĕх кил-çурт пур.
(2) Çавăнпа та çĕр çинчи хÿшĕре пурăннă чухне эпир тÿпери кил-çуртăмăра кĕресшĕн, тÿпе тумтирне тăхăнасшăн тертленсе ахлататпăр.
(3) Анчах та тумланнă çинчех пирĕн çарамас юлас марччĕ.
(4) Эпир çав ÿт-пÿлĕх хÿшши пусса тăнипе тертленсе ахлататпăр. Эпир ÿт-пÿлĕхе хывса пăрахасчĕ теместпĕр, ун çийĕнчен тÿпе тумтирне тăхăнасчĕ, ĕмĕрлĕх пурăнăç вилĕмлине хуплатăрччĕ тетпĕр.
(5) Турă пире шăпах та çавăншăн хатĕрленĕ, сăмахне тытма шантарса Хăйĕн Сывлăшне панă.
(6) Ĕнтĕ эпир яланах хастар кăмăллă. Ÿт-пÿлĕх хÿшшинче пурăннă чухне Хуçамăртан аякра пулнине пĕлетпĕр –
(7) эпир хамăр куç мĕне курнипе мар, чунăмăр мĕне ĕненнипе пурăнатпăр –
(8) çавăнпа та эпир, хастар кăмăллă пулса, ÿт-пÿрен тухса Хуçамăр патне куçни аванрахчĕ тесе ĕмĕтленсе пурăнатпăр.
(9) Çавăнпа эпир ÿт-пÿлĕх хÿшшинче пурăннă чухне те, унтан тухсан та Ăна юрăхлă пулаясчĕ тесе тимлĕн тăрăшатпăр.
(10) Мĕншĕн тесен пирĕн пурин те Христос сучĕ умне тăмалла, ÿт-пÿлĕх хÿшшинче пурăннă чухне мĕн тунине кура – ырă е усал тунине кура – тивĕçлине илмелле.
Çынсене Турăпа çураçтарас ĕç
(11) Çапла вара, Хуçа Турă сумлăхĕнчен хăрамаллине пĕлсе, эпир çынсене ÿкĕтлетпĕр. Турă пире пĕлсе тăрать, эсир те пире пĕлетĕр пуль тесе шанатăп.
(12) Çакна эпир хамăра каллех ырлаттарасшăн каламастпăр. Хăшĕ-пĕрисем чунрипе мухтанас вырăнне тулашĕнчипе мухтанаççĕ. Ун пеккисене тавăрса каламашкăн эпир сире хамăрпа мухтанма сăлтав паратпăр.
(13) Эпир ăсран тухнă пек тăрăшни – Турăшăн, ăслă-тăнлă тăрăшни – сирĕншĕн.
(14) Мĕншĕн тесен пире Христос юратулăхĕ ертсе пырать. Эпир çапла шухăшлатпăр: пĕри пуриншĕн те вилнĕ пулсассăн, эппин пурте вилнĕ.
(15) Чĕррисем хăйсемшĕн мар, хăйсемшĕн вилсе чĕрĕлнишĕн пурăнччăр тесе, Христос пуриншĕн те вилнĕ.
(16) Çавăнпа эпир текех никама та этемле шухăшласа хакламастпăр. Маларах эпир Христос пирки çавнашкал этемле шухăшланă пулсан, халĕ ĕнтĕ ун пек шухăшламастпăр.
(17) Çапла вара, кам Христоспа пĕрлĕхлĕ, Турă çавна çĕнĕрен пултарнă. Авалхи иртсе кайнă, халĕ йăлтах çĕнни.
(18) Çакă пĕтĕмпех Турăран, Вăл пире Христос урлă Хăйĕнпе çураçтарнă, çынсене Хăйĕнпе çураçтарас ĕçе пире шанса панă.
(19) Мĕншĕн тесен Турă, çынсен çылăхĕсене шута хумасăрах, Христос урлă Хăйпе тĕнчене çураçтарнă, çураçтару сăмахне вĕрентме пире шанса панă.
(20) Çапла ĕнтĕ эпир Христос ячĕпе вĕрентме янăскерсем пулатпăр. Эпир ÿкĕтлеместпĕр, пирĕн урлă Турă Хăй ÿкĕтлет, ĕнтĕ Христос ячĕпе тархаслатпăр: Турăпа çураçăр.
(21) Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса Турă умĕнче тÿрре тухчăр тесе, пирĕн çылăхсемшĕн Вăл çылăха кĕрсе курманскере парнелĕхе кÿнĕ.
2 Коринфри 6
(1) Эпир вара, Турă ĕçне тăвакансем пулса, сире çапла йăлăнатпăр: Турă ырăлăхне илни сирĕншĕн усăсăр ан пултăр.
(2) «Майлă вăхăтра Эпĕ сана илтрĕм, çăлăнăç кунĕнче сана пулăшрăм», – тесе каланă-çке Турă. Акă ĕнтĕ çав майлă вăхăт çитрĕ, акă ĕнтĕ çав çăлăнăç кунĕ килчĕ.
(3) Хамăр ĕçе ан хурлаччăр тесе эпир никама та, нимĕнле те такăнтармастпăр.
(4) Пур тĕлĕшĕнчен те хамăра Турă ĕçне тăвакансем пек тыткалатпăр, пурне те пысăк чăтăмлăхпа тÿсетпĕр: хура-шурне те, хĕсĕрленине те,
(5) хĕненине те, тĕрмене хупнине те, хÿтернине те, йывăр ĕçе те, çĕр çывăрманнине те, хырăм выççине те.
(6) Хамăр ĕçе эпир таса, ăслă-тăнлă, пысăк чунлă, ырă, Святой Сывлăш тивлечĕллĕ, чăн-чăн юратуллă,
(7) чăнлăх сăмахĕллĕ, Турă вăй-хăвачĕллĕ пулнипе çирĕплететпĕр. Икĕ аллăмăрта та – тÿрĕлĕх хĕçĕ.
(8) Чыслăхпала чыссăрлăх, ырă ятпа усал ят пирĕн хыççăнах çÿреççĕ. Пирĕнте суялăх çук пулин те, пире суеçĕ теççĕ.
(9) Эпир паллă çынсем мар, анчах пире пурте пĕлеççĕ. Пирĕн çинчен вилнĕ сăмах та кăлараççĕ, акă, хăвăрах куратăр, эпир чĕрĕ. Пире вĕлермеллех айăплаççĕ, анчах та эпир вилместпĕр.
(10) Пире кÿрентереççĕ, анчах та эпир яланах савăнăçлă. Пире чухăн теççĕ, анчах та эпир нумайăшне пĕтми мул паратпăр. Пирĕн, çук çынсен, пурте пур.
(11) Эй, Коринф çыннисем! Сирĕншĕн пирĕн чĕлхе-çăвар уçă, чун-чĕремĕр аслă.
(12) Эсир пирĕн чун-чĕремĕрте, анчах сирĕн чун-чĕрĕрте пирĕншĕн вырăн сахал.
(13) Ачамсене каланă пек калатăп: хире-хирĕçле пултăр тесен эсир те чун-чĕрĕре уçăр.
Чĕрĕ Туррăн çурчĕ
(14) Ĕненменнисемпе пĕрле пĕр лава ан кÿлĕнĕр, вĕсем сире юлташ мар. Тÿрĕлĕхĕн йĕркесĕрлĕхпе мĕн хутшăнмалли пур? Çутăпала тĕттĕмĕн мĕн пĕрлĕхĕ пур?
(15) Христоспала Велиар епле килĕштерччĕр? Е ĕненекенпе ĕненмен çын хушшинче мĕн пĕрлĕхĕ пур?
(16) Туррăн çурчĕпеле пуççапмалли кĕлеткесем епле пĕрле пулччăр? Эсир вара – чĕрĕ Туррăн çурчĕ. Турă çапла каланă: «Эпĕ вĕсен ăшĕнче, вĕсен хушшинче пурăнăп; вара вĕсен Турри пулăп, вĕсем Манăн халăхăм пулĕç».
(17) «Çавăнпа та вĕсем хушшинчен тухса кайăр, уйăрăлăр, – тет Хуçа Турă. – Таса маррине ан сĕртĕнĕр, вара Эпĕ сире хапăл туса йышăнăп».
(18) «Эпĕ вара сирĕн Аçăр пулăп, эсир Манăн ывăлăмсем, хĕрĕмсем пулăр, тет Пурне те тытса тăракан Хуçамăр».
2 Коринфри 7
(1) Эй, савнă тăванăмсем! Акă мĕнле сăмах парса шантарнă пире. Эппин хамăра хамăр ÿт-пÿпе чунăн тĕрлĕ ирсĕрлĕхĕнчен тасатар, Турăран хăраса сăваплăх патне ăнтăлар.
Павел ĕненекен ушкăн ÿкĕннишĕн савăнни
(2) Чунăрсене уçса пире йышăнсамăрччĕ! Эпир никама та кÿрентермен, сиен туман, никам шучĕпе те пуйман.
(3) Эпĕ сире ÿпкелеместĕп. Маларах çапла каланăччĕ ĕнтĕ: эсир пирĕн чун-чĕремĕрте, вилсен те, пурăнсан та пĕрлех пуласчĕ.
(4) Эпĕ сире хытă шанатăп, сирĕнпе нумай мухтанатăп. Инкек-синкекре сире аса илетĕп те чунăм хастарлăхпа, виçесĕр савăкпа тулать.
(5) Македоние çитсессĕн эпир нимле канлĕх те тупаймарăмăр. Пире пур енчен те инкек-синкек кĕтсех тăчĕ: йĕри-тавра – хирĕçÿлĕх, ăшра – шиклĕх.
(6) Анчах та йăвашшисене хастарлăх паракан Турă пирĕн патăмăра Тита ярса пире те çирĕплĕх пачĕ.
(7) Эпир Тит килнишĕн кăна мар, вăл сирĕн патăртан хавхаланса килнишĕн савăнтăмăр. Тит пире эсир тăрăшни, кулянни, маншăн тем тума та хатĕр пулни çинчен каласа кăтартрĕ. Вара эпĕ тата ытларах савăнса кайрăм.
(8) Хамăн çырăвăмпа сире кулянтартăм пулин те, ÿкĕнместĕп – маларах ÿкĕне те пуçланăччĕ, – мĕншĕн тесен çав çыру, вăхăтлăха пулин те, сире кулянтарнине пĕлетĕп.
(9) Савăнасса вара халĕ эпĕ сире кулянмалла пулса тухнишĕн мар, эсир куляннипе ÿкĕннишĕн савăнатăп. Эсир кулянни Турра юрăхлă, эппин хамăр çырупа эпир сире сиен тумарăмăр.
(10) Мĕншĕн тесен Турăшăн хуйхăрни каялла тавăрăнми ÿкĕнтерсе çăлăнăç кÿрет, ку тĕнчеришĕн хуйхăрни вара вилĕм кÿрет.
(11) Пхăр-ха, Турăшăн хуйхăрни сире епле тимлекен, каçару ыйтакан турĕ. Тата эсир çылăха кĕнĕ çынна еплерех тарăхатăр, еплерех хăраса пăшăрханатăр, пирĕнпе тĕл пулма ĕмĕтленетĕр. Çылăхлине айăплас кăмăлăр тата еплерех пысăк! Эсир çав ĕçре хăвăр таса пулнине пур тĕлĕшĕнчен те кăтартса патăр.
(12) Çапла вара, эпĕ сирĕн пата янă çырăва хур тăваканшăн та, хур кураканшăн та çырман, эпир Турă умĕнче сирĕншĕн мĕнле тăрăшни паллă пултăр тесе çырнă.
(13) Эсир хавхалантарнишĕн эпир питĕ савăнтăмăр, анчах та сирĕн патăртан чунне лăплантарса тавăрăннă Тит савăнăçне курсан, эпир тата ытларах хĕпĕртерĕмĕр.
(14) Çапла ĕнтĕ сирĕн пирки Тит умĕнче мухта-мухта калаçнăшăн мана намăс пулмарĕ. Эпир сире яланах чăннине каланă пекех, Тит умĕнче сире мухтани те чăна тухрĕ.
(15) Халĕ вара Тит эсир мĕнле итленине, мĕнле хисеплесе-хăраса хапăл тунине аса илет те кăмăлĕпе тата ытларах сирĕн патăра туртăнать.
(16) Ĕнтĕ эсир пур тĕлĕшĕнчен те шанчăклă пулнишĕн савăнатăп.
2 Коринфри 8
Кăмăллă пулăшу
(1) Эй, тăвансем! Халĕ эпир сире Македонири ĕненекен ушкăнсене Турă панă ырăлăх çинчен пĕлтересшĕн.
(2) Нумай инкек-синкек тÿсеççĕ пулин те, вĕсем савăнмаллипех савăнаççĕ. Аран-аран, çити-çитми пурăнаççĕ пулин те, вĕсен тараватлăхĕ ытлашшипех.
(3) Вĕсем вăйĕсем çитнĕ таран çеç мар, пултарнинчен те ытларах пулăшма тăрăшаççĕ. Çакна куçăн курнăран калатăп.
(4) Вĕсем пире ĕненекенсене пулăшас чыслă ĕçе хутшăнмашкăн ирĕк пама тархасларĕç.
(5) Вĕсем эпир шаннă чухлĕ кăна мар, унтан та ытларах турĕç, пĕтĕм чунне чăн малтанах Хуçа Турра, унтан Турă ирĕкĕпе пире пачĕç.
(6) Çавăнпа та эпир Тита çав ырă пулăшу ĕçне сирĕн патăрта епле аван пуçланă, çаплах туса пĕтерме хушрăмăр.
(7) Ĕненни, ăста калаçни, пĕлни, пур енчен те тăрăшуллă пулни, пире юратни – çаксем пурте сирĕн туллиех. Эппин çак ырă ĕçре те çавнашкалах вашават пулăр.
(8) Çакна эпĕ сире хушса каламастăп. Ыттисен тăрăшулăхĕ çинчен каласа эпĕ сирĕн юратулăхăр чăн е чăн мар пулнине тĕрĕслесшĕн.
(9) Мĕншĕн тесен эсир Иисус Христос Хуçамăрăн ырă кăмăлне пĕлетĕр. Вăл, чап тĕлĕшĕнчен пуянскер, Хăйне мĕскĕнлетсе сире мухтавпа пуйтарас тесе, сирĕншĕн мĕскĕне тухнă.
(10) Сире хамăн шухăшăма пĕлтеретĕп: çак ырă ĕçе вĕçлени сирĕншĕн хăвăршăнах усăллă пулĕ. Эсир тин çеç пулăшма пуçланă çынсем мар-çке-ха, пĕлтĕртенпех çав шухăш-ĕмĕтпе пурăнатăр.
(11) Ĕнтĕ хăвăр хытă ĕмĕтленнине пултарнă таран пурнăçласа, халĕ çав ĕçе туса пĕтерĕр.
(12) Пулăшма тăрăшни пулсассăн, Турă ăна камăн мĕн çуккине кура мар, камăн мĕн пуррине кура йышăнĕ.
(13) Ку вăл сирĕн пурăнăçăра йывăрлатса ыттисене çăмăллăх парассине пĕлтермест, сăмах кунта хире-хирĕçле пĕр танлăх пирки пырать.
(14) Паян эсир, ытлашшине парса, вĕсен çитменнине çитеретĕр, сирĕн çитмен чухне вĕсем ытлашшине парĕç, вара пĕр танлăх пулĕ.
(15) Çырнинче ун пирки çапла каланă: «Нумай пухнин ытлашши пулман, сахал пухнин çитменни пулман».
Титпа юлташĕсем
(16) Тита сирĕншĕн çав тери тăрăшмалла чун-чĕреллĕ тунăшăн Турра тавах.
(17) Чăн та ĕнтĕ, эпĕ ăна каланăччĕ, анчах вăл, питĕ тăрăшуллăскер, сирĕн патăра пыма хăй кăмăл турĕ.
(18) Унпа пĕрле эпир тата тепĕр тăвана яратпăр. Ырă Хыпар вĕрентме ăста пулнăран ăна пур ĕненекен ушкăнсем те мухтаççĕ.
(19) Тата ĕненекен ушкăнсем те ăна çак ыркăмăллăх ĕçĕнче пирĕн юлташ пулма суйларĕç. Ыркăмăллăх ĕçне эпир Хуçа Турă мухтавĕшĕн тата эсир тăрăшнине кура тăватпăр.
(20) Хамăра нумай укçа-тенкĕ шанса панине пĕлсе, сăмах илтесрен унпа тирпейлĕ усă курма тăрăшатпăр,
(21) мĕншĕн тесен ырришĕн пирĕн Хуçа Турă умĕнче кăна мар, çынсем умĕнче те тăрăшмалла.
(22) Тата вĕсемпе пĕрле эпир хамăрăн тепĕр тăвана та ятăмăр, унăн тăрăшулăхне тĕрлĕ лару-тăрура пĕрре мар тĕрĕсленĕ. Вăл сире халĕ питĕ шанать, çавăнпа тата ытларах тăрăшать.
(23) Тит пирки çакна каламалла: вăл манăн пулăшаканăм тата сирĕн патăрти ĕçри юлташăм. Ытти тăванăмăрсем те Христоса мухтава кăлараççĕ, вĕсем – ĕненекен ушкăнсем суйласа янăскерсем.
(24) Çапла вара, вĕсене хăвăр юратнине тата эпир сирĕнпе тĕрĕсех мухтаннине ĕненекен ушкăнсем умĕнче кăтартса парăр.
2 Коринфри 9
Ĕненекенсене пулăшасси
(1) Тепĕр тесен, эпĕ сирĕн патăра ĕненекенсене пулăшасси çинчен çырни кирлех те мар,
(2) мĕншĕн тесен эсир тăрăшнине пĕлетĕп. Ахаия çыннисем пулăшу пама пĕлтĕртенпех хатĕр тесе эпĕ ĕнтĕ Македонири ĕненекенсем умĕнче мухтанса та илтĕм. Эсир хыпса çунни нумайăшне хавхалантарчĕ.
(3) Анчах та эпĕ сире ку тĕлĕшĕнчен мухтани пустуй ан пултăрччĕ тесе, каланă пекех, сире хатĕрлесе çитермешкĕн сирĕн патăра тăвансене ятăм.
(4) Ахальлĕн, пирĕнпе пĕрле Македонири ĕненекенсенчен кам та пулин сирĕн патăра пырсан, сирĕн пулăшăвăр хатĕр маррине курсан, сире мухтаса çапла шаннăшăн пире намăс пулĕ. Хăвăр намăс курасси пирки шарламастăп та.
(5) Çавăнпа та тăвансене сирĕн патăра маларах çитсе хăвăр пухма шантарнă пулăшăва хатĕрлесе çитерме ÿкĕте кĕртес терĕм. Эсир пулăшни хистесех илни пек мар, ырă сунса пани пек пултăрччĕ терĕм.
(6) Çакна ан манăр: вăрлăхне сахал акакан сахал вырса илĕ, нумай акакан вара нумай вырса илĕ.
(7) Кашниех хĕрхенмесĕр, хăйĕн ирĕкĕпе, чунтан-кăмăлтан патăр, мĕншĕн тесен Турă савăнса паракана юратать.
(8) Турă хăватлă: сирĕн яланах пур тĕлĕшĕнчен те çителĕклĕ пурăнса, тĕрлĕрен ырă ĕçсем тума май пултăр тесе, Вăл сире тĕрлĕ ырăлăхне туллиех парĕ.
(9) Çырнинче çапла каланă: «вăл салатса пĕтернĕ, кĕлмĕçсене валеçсе панă; унăн тĕрĕслĕхĕ ĕмĕртен ĕмĕре пырать».
(10) Акаçăна акмашкăн вăрлăх, çимешкĕн çăкăр Параканĕ сире акмашкăн нумай вăрлăх парĕ, сирĕн ырă кăмăллăхăртан тулăх тыр-пул ÿстерĕ.
(11) Яланах хĕрхенмесĕр пулăшмашкăн Турă сире пур тĕлĕшĕнчен те пуйтарĕ. Пирĕн урлă пулса иртекен ырă кăмăллăхшăн çынсем Турра тав тăвĕç.
(12) Мĕншĕн тесен çак ĕç – ĕненекенсене пулăшасси – вĕсен çитменнине çитерет кăна мар, чылайăшĕн чунĕнче Турра туллин тав тăвас ĕмĕт çуратать.
(13) Вĕсем, сирĕн ĕçĕн уссине курсан, эсир Христосăн хăвăр йышăннă Ырă Хыпарĕ хушнине тунăшăн, пурри-çуккине хăйсемпе те, ытти ĕненекенсемпе те чунтан пайланăшăн Турра мухтĕç.
(14) Турă ырăлăхĕ сирĕнте туллиех пулнишĕн сире кăмăлласа, вĕсем сирĕншĕн кĕлтăвĕç.
(15) Эппин, калама çук пысăк ырăлăх панишĕн Турра тав!
2 Коринфри 10
Павел хăйĕн апостол ĕçне хÿтĕлени
(1) Эпĕ, Павел, сирĕнпе куçа-куçăн чухне йăвашскер, сирĕнтен аякра чухне хаярскер, сире Христос йăвашлăхĕпе тата хĕрхенÿлĕхĕпе ÿкĕтлетĕп.
(2) Сирĕн патăра пырсассăн мана хаяр та çирĕп пулма сăлтав ан парăрах. Хăш-пĕрисен шухăшĕпе, эпир хамăра çак тĕнче çыннисем пекех тыткалатпăр имĕш; вĕсене вара çирĕплĕхĕме кăтартас шухăш пур манăн.
(3) Мĕншĕн тесен эпир çак тĕнчерех пурăнатпăр пулин те, Ырă Хыпаршăн çак тĕнчерисен мелĕсемпе çапăçмастпăр.
(4) Пирĕн çар хатĕрĕ ку тĕнчери мар, Турă хăвачĕпе вăл крепоçсене те аркатаять. Унпа эпир хамăра хирĕçле ăслă пек шухăшсене те,
(5) Турра пĕлессине хирĕçлекен кирек епле мăнкăмăллăха та аркататпăр; кирек епле шухăш-ĕмĕте те Христос ирĕкне пăхăнтармашкăн тыткăна илетпĕр.
(6) Эсир Христоса пĕтĕм чун-чĕререн пăхăнсан вара эпир кирек епле итлеменлĕхшĕн те явап тыттарма хатĕр.
(7) Çынна тулашĕнчен пăхса кăна хаклатăр-и? Кам хăйне хăй Христоспа пĕрлĕхлĕ тет, çав, хăйĕнпе танлаштарса, пирĕн çинчен те хăйĕн пекех Христоспа пĕрлĕхлĕ тесе шутлатăр.
(8) Эпĕ хамăра Хуçамăр панă ирĕкпе тата ытларах мухтанас пулсан та, намăса юлмăп; пире çав ирĕке чунăрсене аркатма мар, çирĕплетме панă.
(9) Эпĕ сире çырусемпе кăна хăратнăн ан туйăнтăр тата.
(10) «Çырăвĕсенче вăл хаяр та паттăр, анчах та куçа-куçăн калаçнă чухне халсăр, сăмахĕ те унăн ниме тăмасть», – теççĕ хăшĕ-пĕрисем.
(11) Унашкаллисем çакна пĕлсе тăччăр: аякран эпир мĕн каласа çыратпăр, куçкĕрет ĕçĕмĕрте те çавнашкалах.
(12) Хамăра эпир хăйсене мăнна хуракансемпе танлаштарма е пĕр картлашка çине лартма хăяймастпăр. Вĕсем хăйсене хăйсем хакласа, хăйсен виçипе виçсе, ăссăрла хăтланаççĕ.
(13) Эпир виçесĕр мухтанмастпăр. Мухтанмалли ĕçĕмĕрĕн анине пире Турă чикĕлесе панă. Эсир те çав ана çинчех.
(14) Енчен те эпир сирĕн патăра Христосăн Ырă Хыпарне çитермен пулсан, пире чиккине пĕлмесĕр мухтанатăр теме пулатчĕ, анчах та эпир Ырă Хыпар пĕлтерсе сирĕн пата та çитнĕ вĕт-ха.
(15) Чикĕ урлă каçса ыттисен ĕçĕпе мухтанас шухăш вара пирĕн çук. Анчах та ĕненĕвĕр çирĕпленсе пынăçемĕн сирĕн хушшăрти ĕçĕмĕр сулмаклăрах пуласса шанатпăр.
(16) Вара эпир Ырă Хыпара ытти çĕр-шывсенче те ÿкĕтлесе вĕрентĕпĕр, паллах, унта ыттисем тунă ĕçпе, янттипе, эпир мухтанмăпăр.
(17) Мухтанас текен Хуçа Турăпа мухтантăр.
(18) Хăйне хăй ырлакан çын мухтавлă мар, Хуçа Турă ырлакан çын мухтавлă.
2 Коринфри 11
Павел тата суя апостолсем
(1) Мухтанса ăссăрла тыткаланишĕн эсир мана кăштах каçарас пулсанччĕ! Тепĕр тесен, эсир мана каçарнине пĕлетĕп.
(2) Эпĕ сире Турă кĕвĕçĕвĕпе кĕвĕçсе чунăма çунтаратăп, мĕншĕн тесен эпĕ сире пĕртен-пĕр ар валли – Христос валли – çураçрăм, сире Ун умне таса хĕр халлĕн тăратасчĕ тетĕп.
(3) Анчах та çĕлен чееленсе Евăна улталанă пек, эсир те, Христоса тÿрĕ кăмăлпа ĕненессине пăрахса, ăсăра пăсасран хăратăп.
(4) Мĕншĕн тесен кам та пулин сирĕн патăра пырса эпир вĕрентнĕ Иисусран урăхли çинчен вĕрентсен – эсир çав çынна пачах та хирĕçлеместĕр. Эпир илтернĕ Сывлăша мар, урăхлине сĕнсен – эсир илетĕр. Эпир вĕрентнĕ Ырă Хыпара мар, урăхлине пĕлтерсен, эсир йышăнатăр.
(5) Аслă текен апостолсенчен эпĕ хама кăшт та кĕçĕне хумастăп.
(6) Сăмах ăсти мар пулин те, хама пĕлÿсĕр тееймĕп. Тепĕр тесен, çакна эпир сире тĕрлĕ лару-тăрура тĕрлĕ майпа кăтартса патăмăр.
(7) Эпĕ сире Туррăн Ырă Хыпарне тÿлевсĕр-мĕнсĕр ÿкĕтлесе вĕрентрĕм. Сире асла кăларас тесе хама мĕскĕнлетсе çылăха кĕтĕм-ши вара?
(8) Сирĕншĕн тăрăшасчĕ тесе эпĕ ытти ĕненекен ушкăнсем паракан пулăшупа пурăнтăм, вĕсене тăккаланмалла турăм. Сирĕн патăрта чухне çити-çитми пурăнтăм пулин те, эпĕ никама та йывăрлăх кÿмерĕм.
(9) Мĕншĕн тесен Македонирен килнĕ ĕненекен тăванăмсем манăн çитменнине çитерсех тăчĕç. Сире йывăрлатас марччĕ тесе эпĕ пур тĕлĕшĕнчен те тăрăшрăм, тăрăшăп та.
(10) Ăшăмри Христос чăнлăхĕпе калатăп: пĕтĕм Ахаия тăрăхĕнче çав мухтавăма манран никам та туртса илеймĕ.
(11) Мĕншĕн çапла тăватăп-ха? Тен, сире юратманран? Ку апла маррине Турă пĕлет, çапах та халиччен мĕнле туса пурăнтăм, малашне те çаплах тăвăп.
(12) Хăйсем мухтанакан ĕçĕнче пирĕн пек пулмашкăн сăлтав шыракансене унашкал сăлтав туса парас марччĕ.
(13) Çавнашкал çынсем – суя апостолсем, чеен ĕçлесе вĕсем хăйсене Христос апостолĕсем пек кăтартма тăрăшаççĕ.
(14) Кунтан тĕлĕнме кирлех те мар, мĕншĕн тесен шуйттан хăй те çутă ангелĕ пек курăнма тăрăшать.
(15) Çавăнпа та шуйттан тарçисем хăйсене чăнлăх тарçисем пек кăтартма тăрăшнинчен ним тĕлĕнмелли те çук. Вĕсем ĕçне кура вĕçне тупĕç.
Апостол пулнăшăн Павел асап курни
(16) Çакна татах калам: кам та пулин мана ăссăр тесе ан шутлатăрччĕ. Ун пек шухăшлакан пур пулсан, мухтанкалатăр ара тесе, мана ăссăр вырăнне те пулин йышăнсамăр.
(17) Каласса калатăп-ха, анчах ку сăмахсем Хуçа Турăран мар. Çавнашкал мухтанма хăйса эпĕ ĕнтĕ ăссăрла хăтланатăп.
(18) Нумайăшĕ ку тĕнчере хăйсен мĕн пуррипе мухтанаççĕ пулсан, эпĕ те мухтанам.
(19) Мĕншĕн тесен эсир, ăслă-тăнлă çынсем, леш ăссăрсене чиперех тÿсетĕр.
(20) Хăвăра кам та пулин пусмăрланине те, алăри çăкăра туртса илнине те, çаратнине те, хăвăрпа мăнкăмăллă тыткаланине те, çупкă çитернине те эсир чăтатăр.
(21) Намăс пулин те, йышăнмах тивет: ун пек хăтланма эпир пултараймарăмăр. Ăссăрла калам: çынсем мĕнпе те пулин мухтанма хăяççĕ пулсан, эпĕ те хăям.
(22) Вĕсем еврей-и? Эпĕ те. Вĕсем Израиль çыннисем-и? Эпĕ те. Авраам тăхăмĕсем-и? Эпĕ те.
(23) Вĕсем Христос тарçисем-и? Ăссăрла калатăп: эпĕ тарçăран та тарçăрах. Эпĕ вĕсенчен чылай нумайрах ĕçлерĕм, пайтах патак çирĕм, тĕрмесенче нумайрах лартăм, тăтăшах вилĕмпе куçа-куçăн пултăм.
(24) Иудейсем мана пилĕк хутчен чĕн пушăпа вăтăр тăхăр хут çаптарчĕç.
(25) Виçĕ хутчен мана патакпа хĕнерĕç. Пĕррехинче кăшт кăна чулпа пере-пере вĕлеретчĕç. Виçĕ хутчен караппа путма тăтăм, талăка яхăн мана тинĕс хумĕсем лăскарĕç.
(26) Эпĕ нумай çул çÿрерĕм, нумай хура-шур куртăм: юхан шывсем çинче те, вăрă-хурахсенчен те, хамăр халăх çыннисенчен те, ытти халăх çыннисенчен те, хулара та, пуш хирте те, тинĕсре те, суя тăвансенчен те.
(27) Кун-çулăм халтан кайиччен ĕçлесе, çывăрнă-çывăрман, çинĕ-çимен, ĕçнĕ-ĕçмен иртрĕ; выçăпа, сивĕпе, тумтирсĕр пĕрре мар аптăрарăм.
(28) Тем те пĕр курнисĕр-тÿснисĕр пуçне, ман патăмра тата куллен халăх, манăн мĕн пур ĕненекен ушкăншăн та тăрăшмалла.
(29) Халтан каяканпа пĕрле эпĕ халсăр юлатăп, çылăха кĕрес çынсемшĕн эпĕ те чуна çунтаратăп.
(30) Мухтанас тесен манăн хамăн халсăрлăхăмпа мухтанмалла.
(31) Эпĕ суйманнине Иисус Христос Хуçамăрăн ĕмĕр-ĕмĕр мухтавлă Ашшĕ тата Турри пĕлет.
(32) Эпĕ Дамаск хулинче чухне Арета патшан унти пуçлăхĕ мана тытас тесе хула хапхи умне хурал тăратрĕ. Мана лăпă çине лартса хÿме çинчи чÿречерен вĕренпе антарса тартрĕç, çапла эпĕ унăн аллинчен хăтăлса юлтăм.
2 Коринфри 12
Турă кăтартнă курăнусемпе уçăлусем
(1) Усăллă мар пулин те, татах мухтанам-ха. Ĕнтĕ хама Хуçа Турă кăтартнă курăнусемпе уçăлусем çинчен каласа парам.
(2) Эпĕ Христоса ĕненекен пĕр çынна паллатăп. Вун тăватă çул каялла çавна (те ÿт-пĕвне, те чунне – пĕлейместĕп, Турă кăна пĕлет) пĕлĕтĕн виççĕмĕш хутне çĕклесе кайнă.
(3) Тата çав çын çинчен çакна пĕлетĕп. Те ÿт-пĕвĕпе, те чунĕпе – пĕлейместĕп, Турă кăна пĕлет,
(4) ăна рая çĕклесе кайнă. Вăл унта этем каласа кăтартайми, калама та юраман сăмахсем илтнĕ.
(5) Çавăн пек çынпа мухтанма та пултаратăп, хампа мухтанаймăп, манăн мухтанмалли те халсăрлăхăм кăна.
(6) Тепĕр тесен, мухтансан та ăссăр пек курăнмăп, мĕншĕн тесен чăннине калăп. Анчах та эпĕ шарламăп – ахальлĕн кам та пулин ман пирки хăй курнинчен те, эп каланинчен те ытларах шухăшлĕ.
(7) Хама Турă нумай уçса панипе мăнкăмăлланса каясран вара чир-чĕр сăнни ÿт-пĕвĕме витерчĕ. Мăнкăмăлланса каясранах мана тертлентерме шуйттан ангелне ячĕç.
(8) Ăна манран сиртĕр тесе эпĕ Хуçа Турра виçĕ хутчен тархасларăм.
(9) Анчах та Хуçамăр мана çапла каларĕ: «Эпĕ сана ырăлăх патăм, унпа сана çитет, мĕншĕн тесен Манăн хăватăм халсăрлăхра туллин палăрать». Çавăнпа та, ăшăмри Христос хăвачĕ яланах пултăр тесе, эпĕ халсăрлăхăмпа малтанхинчен те ытларах мухтанатăп.
(10) Ĕнтĕ эпĕ халсăр чухне, хама кÿрентернĕ чухне, нушаллă чухне, хама хĕсĕрленĕ чухне, Христосшăн асап курнă чухне хĕпĕртетĕп. Мĕншĕн тесен халсăр чухне эпĕ хăватлă.
Павел Коринфри ĕненекен ушкăншăн пăшăрханни
(11) Ĕнтĕ эпĕ мухтанса ăссăрах тухатăп. Эсир хăвăр мана çавăн патне çитертĕр. Мана сирĕн ырламаллаччĕ, мĕншĕн тесен, ним тĕшне те тăмастăп пулин те, аслă текен апостолсенчен эпĕ нимĕнпе те кая мар.
(12) Хам апостол пулнине эпĕ сирĕн умăрта вăйлă чăтăмлăхпа, тĕрлĕрен тĕлĕнмелле ĕçсемпе, паллăсемпе тата хăватсемпе çирĕплетсе патăм.
(13) Ытти ĕненекен ушкăнсемпе танлаштарсан, çитменни сирĕн мĕн пулчĕ? Эпĕ сире йывăрлăх кÿмерĕм, çавă кăна. Эппин, çав айăпшăн каçарсамăр мана.
(14) Ĕнтĕ эпĕ сирĕн патăра виççĕмĕш хут пымашкăн хатĕр. Эпĕ сире йывăрлăх кÿмĕп, мана сирĕнтен янтти кирлĕ мар, эсир хăвăр кирлĕ. Ачисен ашшĕ-амăшĕ валли тупра пухмалла мар, ашшĕ-амăшĕн ачисем валли пухмалла.
(15) Эпĕ сире питĕ юрататăп пулин те, эсир мана юратсах каймастăр. Апла пулин те, сирĕншĕн савăнсах тăкакланăп, сирĕн чунăршăн хама пуçĕпех парăп.
(16) Эпĕ сире тăкаклантарман пулсан та, тен, чеескер, сиртен улталаса илнĕ тесе шутлатăр?
(17) Сирĕн патăра янă çынсем урлă эпĕ хамшăн тăрăшса сирĕнтен мĕн те пулин илтĕм-и?
(18) Эпĕ Тита сирĕн патăра кайма ÿкĕте кĕртрĕм, унпа пĕрле тăвансенчен пĕрне ятăм. Тит сирĕнтен мĕн те пулин илчĕ-и? Эпир унпа пĕр шухăш-кăмăллă мар-им вара? Пĕр çул-йĕрпех çÿреместпĕр-им вара?
(19) Эпир сирĕн умăрта тÿрре тухма тăрăшатпăр тесе шутламастăр-и тата? Эпир, Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса, мĕн каланине Турă умĕнче калатпăр. Эй, савнă çыннăмсем! Çакна эпир йăлтах сирĕн ĕненĕвĕре çирĕплетес тесе тăватпăр.
(20) Эпĕ акă мĕншĕн шикленетĕп: сирĕн патăра пырăп та, эсир эпĕ ĕмĕтленнĕ пек пулмăр, эпĕ те эсир ĕмĕтленнĕ пек пулмăп. Сирĕн хушшăрта харкашу, кĕвĕçÿ, тарăху, хирĕçÿ, элек, сăмах сарни, мăнкăмăллăх, йĕркесĕрлĕх пуррине манăн курас марччĕ.
(21) Сирĕн патăра пырсассăн Туррăм мана каллех мĕскĕнрен те мĕскĕне хăварасран шикленетĕп. Ирсĕр ĕç туса, аскăн та пăсăк пурăнса çылăха кĕнĕ хыççăн ÿкĕнмен нумай çыншăн манăн хÿхлесе йĕмелле ан пултăрччĕ.
2 Коринфри 13
Çыру вĕçĕнчи асăрхаттарусемпе саламсем
(1) Сирĕн патăра виççĕмĕш хут пыратăп ĕнтĕ. «Икĕ е виçĕ çын кăтартса парсан, кирек епле айăплав сăмахĕ те чăн шутланать», – тенĕ Çырнинче.
(2) Эпĕ сире иккĕмĕш хут пынă чухнех, малтанах асăрхаттарнăччĕ; халĕ каллех, хам сирĕнпе мар чухне, маларах çылăхлă пурăннисене те, ыттисене те тепре асăрхаттарса çыратăп. Пырсассăн никама та каçару пулмĕ.
(3) Христос хăвăрпа ман урлă калаçнине ĕнентерме ыйтатăр эсир. Сирĕншĕн Вăл вăй-хăватне шеллемест, Унăн вăй-хăвачĕ сирĕнте палăрать.
(4) Ăна халсăр чухне пăталанă пулин те, халĕ Вăл Турă хăвачĕпе чĕрĕ. Эпир те çавнашкалах, Унпа пĕрлех халсăр; анчах та, Турă хăвачĕпе, сирĕн хушшăрта Унăн чĕрĕлĕхĕпе палăрăпăр.
(5) Хăвăртан хăвăр ыйтăр: çирĕп ĕненетĕр-и? Хăвăра хăвăр тĕрĕслесе пăхăр. Е хăвăр ăшăрти Иисус Христоса та пĕлейместĕр? Пĕлейместĕр пулсан, тĕрĕслев витĕр тухаймарăр пулать вара.
(6) Хамăр пирки калас пулсан, эпир тĕрĕслев витĕр тухнине хăвăрах ăнланса илессе шанатăп.
(7) Сирĕн нимĕнле усал ĕç те тумалла ан пултăрччĕ тесе Турра кĕлтăватпăр. Çакна эпир хамăра тĕрĕслев витĕр тухнă пек кăтартасшăн тумастпăр. Эпир тĕрĕслев витĕр тухайман пек туйăнсан та, сирĕн ырринех тумалла пултăрччĕ тетпĕр.
(8) Мĕншĕн тесен эпир чăнлăха хирĕç кайма пултараймастпăр, чăнлăх майлă пулма çеç пултаратпăр.
(9) Эпир хамăр халсăр чухне эсир вăйлă пулнишĕн савăнатпăр. Сирĕн чун-чĕмпе аталанса çитмелле пултăрччĕ тесе кĕлтăватпăр та ĕнтĕ.
(10) Сирĕн патăра пырсан Хуçамăр панă ирĕкĕмпе сире ятламалла ан пултăрччĕ манăн. Çав ирĕкĕме аркатмашкăн мар, пултармашкăн панă, çавăнпа хам пыриччен çырса яратăп та ĕнтĕ.
(11) Эй, тăвансем! Çыру вĕçĕнче çакна калам: савăнăр, чун-чĕмпе пахаланăр, пĕр-пĕрне хастарлатăр, пĕр шухăшлă пулса, килĕштерсе пурăнăр. Вара юратулăхпа канăçлăх Турри сирĕнпе пулĕ.
(12) Пĕр-пĕрне сăваплăн, тăванла чуптуса саламлăр. Сире мĕн пур ĕненекенсем салам яраççĕ.
(13) Сирĕнте пурсăрта та Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕ, Атте Турă юратулăхĕ тата Святой Сывлăш паракан тăванлăх пултăр. Аминь.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓
[…] Павел апостол Коринѳ çыннисене питĕленинђен курăнат̌, Турă сăмахĕ те ăна тÿрех çапла хушат̌. Св. Павел апостол каланă: „пĕр уйамасăр йатла вĕсене, тĕн тĕлешĕнђен сывлăхлă пулђђăр вĕсем”, тенĕ. (Тит. 1—18). Тата каланă: „Турă сăмахне вĕрент, вăхăтлă та, вăхăтсăр та ÿкĕтле, йатла, ђар, тилмĕр, пĕтĕм тÿсĕмлĕхÿпе тăрăшса вĕрент”, тенĕ- (2 Тим. IV—2). Священник вăл хăй ађисене намăса кăларасшăн йатламаст̌, вĕсене вĕрентесшĕн, тÿрлетесшĕн йатлат̌. (2 Кор. II—4). […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] Павел апостол калат̌: Христос пуриншĕн те вилнĕ, тет (2 Кор. 5, 15). Христос пуриншĕн те вилнĕ пулсан, ђĕрĕлессине те […]
КилĕштересКилĕштерес