Павел Коринфрисене Янă Пĕрремĕш Çыру


Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Сăваплă Павел Апостолăн Коринф Çыннисене Янă Пĕрремĕш Çырăвĕ

1 Коринфри 1

Саламлани тата тав туни

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16

(1) Турă ирĕкĕпе Иисус Христос апостолĕ пулма чĕнсе илнĕ Павелран тата Сосфен тăванăмран

(2) Коринфри Турă Чиркĕвне, Христос Иисус урлă тасалнă ĕненекенсене, сăваплă пулма чĕнсе илнисене, Иисус Христос Хуçамăрăн ятне – пире те, вĕсене те Çăлаканăн ятне – пур çĕрте те асăнакансене пурне те.

(3) Сире Атте Туррăмăртан тата Иисус Христос Хуçамăртан ырăлăхпа канăçлăх пултăр.

(4) Эпĕ сирĕншĕн, Иисус Христос урлă Турă сире ырăлăхне панăшăн Туррăма тăтăшах тав тăватăп.

(5) Унпа пĕрлĕхлĕ пулса эсир мĕн пур пултарулăх тĕлĕшĕнчен пуйрăр: тем тĕрлĕ сăмах, тем тĕрлĕ пĕлÿ ытлăн-çитлĕн илтĕр.

(6) Ĕнтĕ эпир Христос çинчен пĕлтерни сирĕн ăшăрта çирĕпленчĕ.

(7) Çапла вара, сирĕн, Иисус Христос Хуçамăр килессе кĕтекенсен, пултарулăх тĕлĕшĕнчен çитменни нимĕн те çук.

(8) Иисус Христос Хуçамăрăн кунĕнче сирĕн Ун умне пĕр айăпсăр тăмалла пултăрччĕ тесе, Вăл сире юлашки вăхăтченех çирĕплетсе тăрĕ.

(9) Турра шанăр: Вăл сире Хăйĕн Ывăлĕпе Иисус Христоспа, пирĕн Хуçамăрпа, пĕрле пулмашкăн чĕнсе илнĕ.

Ĕненекен ушкăнри харкашусем

(10) Эй, тăвансем! Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе тархаслатăп сире: пурте шăкăл-шăкăл калаçса, харкашмасăр-тумасăр пурăнăр; пĕр кăмăллăн, пĕр шухăшлăн çÿрĕр.

(11) Мĕншĕн тесен, тăванăмсем, Хлоя кил-йышĕнчисем мана сирĕн хушшăрта харкашусем пурри çинчен пĕлтерчĕç.

(12) Эпĕ акă мĕн пирки каласшăн. Сирĕнтен кашниех: «эпĕ Павел майлă», «эпĕ Аполлос майлă», «эпĕ Кифа майлă», «эпĕ вара Христос майлă» тесе çÿрет.

(13) Христос пайланса кайнă пулать-и вара? Мĕн, сирĕншĕн Павела пăталанă-и? Сире Павел ячĕпе тĕне кĕртнĕ-и?

(14) Криспсăр тата Гаийсĕр пуçне эпĕ сирĕнтен нихăшне те тĕне кĕртменнишĕн Турра тав тăватăп.

(15) Эппин, сирĕнтен пĕри те ман ятăмпа тĕне кĕнĕ тесе калама пултараймасть.

(16) Тата эпĕ Стефан кил-йышĕнчисене шыва кĕртнĕччĕ, урăх кама та пулин тĕне кĕртнине астумастăп.

(17) Христос мана тĕне кĕртме мар, Ырă Хыпар пĕлтерме янă. Христос хĕресĕн хăватне çухатас марччĕ тесе манăн çав ĕçе хама сла хумасăр тумалла.

Христос – Туррăн хăвачĕпе ăслăлăхĕ

(18) Хĕрес çинчен вĕрентни вăл пĕтмеллисемшĕн – ăссăрлăх, пирĕншĕн, çăлăнмаллисемшĕн – Турă хăвачĕ.

(19) Мĕншĕн тесен Çырнинче çапла каланă: «Эпĕ ăслисен ăслăлăхне аркатăп, тăнлисен тăнлăхне сирсе ярăп».

(20) Ăçта ăсли? Ăçта саккуна вĕрентекен? Ăçта çак тĕнчери тавлашу ăсти? Турă çак тĕнчери ăслăлăхран ссăрлăх туман-и?

(21) Мĕншĕн тесен Турă ăслăлăхне пĕлмешкĕн çак тĕнче ăслăлăхĕ çителĕксĕр. Çавăнпа та Турă ĕненекенсене ссăр пек туйăнакан ÿкĕтпе çăлма кăмăл тунă.

(22) Иудейсем хăват кăтартмашкăн ыйтаççĕ, грексем ăслăлăх шыраççĕ.

(23) Эпир вара пăталанă Христос çинчен ÿкĕтлесе вĕрентетпĕр. Иудейсемшĕн Вăл такăнса ÿкмелли чул, грексемшĕн – пуçа вырнаçми япала.

(24) Анчах та чĕнсе илнисемшĕн – иудей-и вăл, грек-и – Христос – Туррăн хăвачĕпе ăслăлăхĕ.

(25) Мĕншĕн тесен Туррăн ăссăрлăхĕ текенни этем ăслăлăхĕнчен çÿллĕрех, Туррăн вăйсăрлăхĕ текенни этем вăйĕнчен хăватлăрах.

(26) Эй, Турă чĕнсе илнĕ тăвансем! Хăвăр çине пăхăр-ха. Сирĕн хушшăрта этемле виçепе ăслисем, вăйлисем, чаплă йăхран текеннисем нумай мар.

(27) Анчах та Турă ăслисене намăса хăвармашкăн çак тĕнчере ăссăр текеннисене, вăйлисене намăса хăвармашкăн çак тĕнчере вăйсăр текеннисене суйласа илнĕ.

(28) Чаплисене пăрахăç тумашкăн Турă тĕнчере чапсăррисене, мĕскĕннисене, ним тĕшне тăманнисене суйласа илнĕ.

(29) Çакна Турă Хăйĕн умĕнче никам та мăнкăмăлланса ан мухтантăр тесе тунă.

(30) Турă ырăлăхне пула эсир Иисус Христоспа пĕрлĕхлĕ. Турă Ăна пирĕн ăслăлăх та, тÿрĕлĕх те, сăваплăх та, тÿлевлĕх те тунă.

(31) Эппин, Çырнинче каланă пек: «мухтанас текен Турăпа мухтантăр».

1 Коринфри 2

Пăталанă Христос çинчен пĕлтересси

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16

(1) Çапла вара, тăвансем, эпĕ сирĕн патăра Турă пĕлтернине хыпарлама пырсассăн хама ăсла хурса тата япшар чĕлхеллĕн калаçмарăм.

(2) Мĕншĕн тесен эпĕ сире пăталанă Иисус Христос çинчен кăна каласа парас терĕм.

(3) Сирĕн патăра пынă чухне эпĕ халсăрччĕ, хăраса чĕтреттĕм, питĕ пăлханаттăм.

(4) –

(5) Сирĕн ĕненĕвĕр этем слăлăхĕ çинче мар, Турă вăй-хăвачĕ çинче никĕслентĕр тесе эпĕ сире этем ăсĕн витĕмлĕ сăмахĕсемпе мар, Святой Сывлăш хăвачĕпе вĕрентрĕм, ÿкĕтлерĕм.

Турă Хăйĕн Сывлăшĕ урлă уçса пани

(6) Ăслăлăха вара эпир чун-чĕмпе аталанса çитнисене ÿкĕтлесе вĕрентетпĕр, анчах вăл çак тĕнчен, çак тĕнчери пĕтес пуçлăхсен слăлăхĕ мар.

(7) Эпир Туррăн вăрттăн, халиччен пытарăнса усраннă ăслăлăхне ÿкĕтлесе вĕрентетпĕр. Пире мухтава кăлармашкăн çав ăслăлăха Турă тĕнче пуçланичченех хатĕрлесе хунă.

(8) Вăл ăслăлăха çак тĕнчери пуçлăхсенчен пĕри те пĕлеймен. Пĕлнĕ пулсассăн вĕсем мухтав Хуçине пăталамĕччĕç.

(9) Çырнинче çапла каланă: «Хăйне юратакансем валли Турă мĕн хатĕрлесе хунине пĕри те куçпа курман, хăлхапа илтмен, ăспа та шухăшласа илеймен».

(10) Пире вара çавна Турă Хăйĕн Сывлăшĕ урлă уçса пачĕ, мĕншĕн тесен Сывлăш пĕтĕмпех, çав шутрах Туррăн тĕпсĕрлĕхне те, тишкерме пултарать.

(11) Çын шухăшне этемсенчен кам пĕлме пултарĕ? Çав çын ăшĕнчи чун-чĕм кăна пĕлеет. Çавнашкалах Турă шухăшне те Турă Сывлăшĕ кăна пĕлет.

(12) Анчах та эпир, Турă хамăра мĕн панине пĕлес тесе, çак тĕнчен чунне мар, Турăран килекен Сывлăша илтĕмĕр.

(13) Турă Сывлăшĕллĕ пулас текенсене Сывлăш çинчен каланăран çавсем çинчен йăлтах эпир этем ăслăлăхĕнчен килекен сăмахсемпе мар, Святой Сывлăшран килекен сăмахсемпе хыпарлатпăр.

(14) Хăй чунне шанакан çын Турă Сывлăшĕнчен килекен çав чăнлăха йышăнаймасть, ăна ăссăрлăх тесе шухăшлать. Çав чăнлăха вăл ăнланаймасть, мĕншĕн тесен ăна Сывлăш урлă кăна хаклама пулать.

(15) Турă Сывлăшĕллĕ çын йăлтах хаклама пултарать, çыннине хăйне никам та хаклаймасть.

(16) Хуçа Турра канаш памашкăн Унăн ăс-хакăлне пĕлекенĕ пур-и? Пирĕнте вара – Христос ăсĕ.

1 Коринфри 3

Турăшăн пĕрле ĕçлекенсем

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16

(1) Эй, тăвансем! Ĕнтĕ эпĕ сирĕнпе Сывлăшшăн пурăнакансемпе калаçнă пек мар, ÿтшĕн пурăнакансемпе калаçнă пек, Христос ĕненĕвĕнчи пĕчĕк ачасемпе калаçнă пек калаçрăм.

(2) –

(3) Ÿтшĕн пурăннăран эсир хытă çимĕç çиейместĕрччĕ, халĕ те шăл витерейместĕр, çавăнпа эпĕ сире сĕтпе тăрантартăм. Сирĕн хушшăрта кĕвĕçÿ, харкашу, хирĕçÿ пур пулсассăн эсир ÿтшĕн пурăнакансемех мар-и вара? Этем йăли-йĕркипе пурăнакансемех мар-и вара?

(4) Енчен те пĕри: «Эпĕ Павел майлă», тепри: «Эпĕ Аполлос майлă», – тет пулсан, эсир ÿтшĕн пурăнакансем кăна мар-и

(5) Павел камах вара? Аполлос камах вара? Сире Турă патне илсе пынă тарçăсем кăна. Çак ĕçе кашниех Хуçа Турă хăйне панă пултарулăхне кура тăвать.

(6) Эпĕ акрăм, Аполлос шăварчĕ, анчах та ÿстерекенĕ – Турă.

(7) Çавăнпа акакан та, шăваракан та нимех те мар, пурте ÿстерекен Турăран килет.

(8) Акакан та, шăваракан та пĕр ĕçех тăваççĕ, анчах та вĕсенчен кашниех ĕçне кура сăвап илĕ.

(9) Мĕншĕн тесен эпир – Турăшăн пĕрле ĕçлекенсем, эсир – Туррăн уй-хирĕ, Туррăн çурчĕ.

(10) Хама панă Турă ырăлăхне пула эпĕ, çурт тăвакан ăста пек, никĕс хыврăм, тепри çав никĕс çинче çурт хăпартать. Эпĕ хам епле ĕçлетĕп-ши тесе, харпăр хăй асăрхантăр.

(11) Мĕншĕн тесен хывнă никĕс вăл – Иисус Христос. Унран урăххине никам та хываймĕ.

(12) Çав никĕс çине кам мĕнрен çурт хăпартни: ылтăнран-и, кĕмĕлтен-и, хаклă йышши чулсенчен-и, йывăçран-и, хыт-хураран-и, улăмран-и, –

(13) кашнин ĕçĕ юлашки кун палăрĕ. Çав кун вутланса килĕ, вара кашнин ĕçĕ мĕн тĕшне тăни вутпа тĕрĕсленĕ.

(14) Камăн ĕçĕ вут витĕр тухайĕ, çав сăвапа тивĕç пулĕ.

(15) Камăн ĕçĕ вутра çунса кайĕ, çав инкек тÿсĕ. Çынни хăй вара аран-аран, вутран хăтăлнă пек, хăтăлĕ.

(16) Хăвăр Турă çурчĕ пулнине, хăвăрта Турă Сывлăшĕ пуррине пĕлместĕр-им эсир?

(17) Турă çуртне аркатакана хăйне Турă аркатать, мĕншĕн тесен Турă çурчĕ таса; çав çурт вăл – эсир.

(18) Хăвăра хăвăр ан улталăр. Çак тĕнчере кам хăйне ăслă тесе шутлать, чăннипех те ăслă пулас тесессĕн ăссăр пултăр.

(19) Мĕншĕн тесен çак тĕнче ăслăлăхĕ Турă умĕнче – ăссăрлăх. Çырнинче çапла каланă: «Турă ăсчахсене хăйсем карнă чеелĕх танатипех тытать».

(20) Тепĕр тĕлте тата çапла каланă: «Ăсчахсен шухăшĕсем усăсăррине Хуçамăр пĕлет».

(21) Çапла вара, этемпе никам та ан мухтантăр, мĕншĕн тесен пурте сирĕн:

(22) Павел та, Аполлос та, Кифа та, тĕнче те, пурăнăç та, вилĕм те, хальхи те, пуласси те – пурте сирĕн.

(23) Эсир – Христосăн, Христос вара – Туррăн.

1 Коринфри 4

Апостол ĕçĕ çинчен

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16

(1) Çапла вара, ĕненекенсен пурин те пире Христос тарçисем, Турă вăрттăнлăхĕн управçисем вырăнне хумалла.

(2) Управçă пулма шаннисен вара пурин те шанчăклă пулмалла.

(3) Эсир е ыттисем ман пирки мĕн шухăшлани мана ытлах пăшăрхантармасть, эпĕ хама хам та хак памастăп.

(4) Чунăм тасах пулин те, çакă мана тÿрре кăларĕ тесе шухăшламастăп. Мана суд тăваканĕ – Хуçа Турă.

(5) Çавăнпа та вăхăчĕ çитиччен, Хуçамăр тепре киличчен никама та айăпласа ан калаçăр. Вăл килĕ те тĕттĕмре палăрманнине çутта кăларĕ, вăрттăн шухăшсене те палăрмалла тăвĕ. Çавăн чухне вара кашниех Турăран хăйне тивĕç мухтавне илĕ.

(6) Эй, тăвансем! Сире ырă сунса, мĕн каланине эпĕ Аполлоспа иксĕмĕр çинчен тĕслĕх вырăнне каларăм. Çырса янинчен ытла нимĕн те ан шухăшласа кăларччăр, пĕри теприне мала ан хуччăр терĕм.

(7) Эсĕ ыттисенчен лайăхрах тесе кам каланă? Турă панисĕр пуçне санăн мĕн пур? Енчен те Турă панă пулсан, мĕншĕн эсĕ илмен пек мухтанатăн?

(8) Эпир чун-чĕм апачĕ çисе тăрантăмăр, пирĕн йăлтах çителĕклĕ тетĕр эсир, хăвăра Çÿлти Патшалăха кĕме тивĕçлисем пек тыткалатăр, пирĕнсĕрех чи çÿлти шая çĕкленнĕ. Ах, эсир чăнахах унта кĕме тивĕç пулсанччĕ! Вара эпир те сирĕнпех пулăттăмăр!

(9) Ман шухăшпа, пире Турă мĕскĕнрен те мĕскĕн, вилме пÿрнĕ чурасенни пек шăпа панă, мĕншĕн тесен эпир тĕнче кулли пултăмăр, ангелсемпе çынсем те пирĕнтен кулаççĕ.

(10) Эппин эпир Христоса пула ăссăр, эсир вара Христоса пулах ăслă. Эпир халсăр, эсир вăйлă. Эсир хисеплĕ, эпир чыссăр.

(11) Эпир паян кунчченех çинĕ-çимен, ĕçнĕ-ĕçмен, тумланнă-тумланман çÿретпĕр, пире хĕнеççĕ, кил-çуртăмăр та çук.

(12) Мĕн пуррине те хамăр алăпа ĕçлесе илкелетпĕр. Пире ятлаççĕ, эпир ырă сунатпăр; пире хĕсĕрлеççĕ, эпир чăтатпăр.

(13) Пире хурлаççĕ, эпир хамăра хурлакансемшĕн кĕлтăватпăр. Эпир çак тĕнчешĕн çÿп-çап кăна, пурте халичченех таптакан тусан кăна.

(14) Çакна сире намăслантарас тесе мар, савнă ачамсене ÿкĕтленĕ пек ÿкĕтлесе çыратăп.

(15) Христос ĕненĕвĕнчи вĕрентÿçĕсем сирĕн пинĕпех пулин те, аçăрсем сахал. Эпĕ вара, сире Ырă Хыпар пĕлтерсе, Христос ĕненĕвĕнчи аçăр пулса тăтăм.

(16) Çавăнпа та сире тархаслатăп: эпĕ Христос евĕрлĕ пулма тăрăшнă пекех, эсир те ман пек пулма тăрăшăр.

(17) Çав сăлтавпах эпĕ сирĕн патăра Тимофея ятăм. Вăл – ĕненÿри савнă ывăлăм, Хуçа Турă умĕнче шанчăклăскер. Эпĕ Христос çулĕпе епле çÿретĕп, пур çĕрте те, пур чиркÿсенче те çапла вĕрентетĕп. Ун çинчен Тимофей сире аса илтерĕ.

(18) Эпĕ сирĕн патăра пырайман пирки сирĕнтен хăшĕ-пĕри мăнаçлансах кайнă.

(19) Анчах та, Турă пулăшсассăн, эпĕ часах сирĕн патăра çитсе курăп-ха. Ун чухне вара мăнаçлисен хитре сăмахне мар, ĕненÿ хăватне тĕплĕнрех пĕлĕп.

(20) Мĕншĕн тесен Турă Патшалăхĕ хитре сăмахра мар, ĕненÿ хăватĕнче.

(21) Ĕнтĕ пынă чухне манăн туяпа пырас-и? Е юратуллă йăваш чунăмпа? Хăшне кăмăллатăр?

1 Коринфри 5

Аскăнлăха питлени

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16

(1) Сирĕн хушшăрта аскăнланасси пур текен сăмах тухрĕ. Унашкал аскăнлăха чăн Турра пĕлмен халăхсем хушшинче те кураймăн: сирĕнтен пĕри амаçурипе пурăнать тет.

(2) Сирĕн çавнашкал хăтланакана хăвăр ушкăнтан хăваласа ямалла. Эсир вара, кулянас вырăнне, мăнаçланса çÿретĕр.

(3) Кĕлеткемпе сирĕнпе мар пулин те, чун-чĕмпе эпĕ сирĕнпе. Çавнашкал хăтланакана, хам сирĕн хушшăрта пулнă пекех, çапла айăп хума шут тытрăм.

(4) –

(5) Эсир Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе пуху пуçтарăр, чун-чĕмпе унта эпĕ те пулăп. Иисус Христос Хуçамăрăн кунĕ çитсессĕн çав çыннăн чунĕ çăлăнтăр тесен, эсир Иисус Христос Хуçамăрăн хăвачĕпе çав çынна, ÿт-пĕвне вилесле асаплантарма, шуйттан аллине парăр.

(6) Мухтанмалли сирĕн нимех те çук. Сахал кăвас тĕпĕ пĕтĕм чустана йÿçĕтсе янине пĕлместĕр-им эсир?

(7) Эппин, çĕнĕ чуста пулас тесен, кивĕ кăвас тĕпне хырса тăкăр. Эсир çĕнĕ, йÿçĕтмен чуста, мĕншĕн тесен пирĕн пасха Путеккине, Христоса, пирĕншĕн парнелĕхе кÿнĕ.

(8) Çавăнпа та пасхăна кивĕ кăвас тĕпĕпе – çылăхпа тата усаллăхпа – йÿçĕтсе пĕçернĕ çăкăрпа мар, тасалăхпа чăнлăхăн тутлăлла пĕçернĕ çăкăрĕпе уявлар!

(9) Аскăн çынсемпе хутшăнса ан пурăнăр тесе эпĕ сирĕн патăра çырнăччĕ ĕнтĕ.

(10) Паллах, çак тĕнчери мĕн пур аскăн, çăткăн, хапсăнчăк, кĕлеткене пуççапакан çынсемпе ан хутшăнăр теместĕп эпĕ. Унашкаллисемпе хутшăнас мар тесен сирĕн ку тĕнчерен пуçĕпех каймалла пулса тухать.

(11) Эпĕ сирĕн патăра хăйсене ĕненекен тăванăрсем пек кăтартакан, анчах та аскăн, çăткăн, кĕлеткесене пуççапакан, сăмахпа хăртакан, ĕçкĕç, хапсăнчăк çынсемпе хутшăнса ан пурăнăр, пĕрле ĕçсе ан çийĕр тесе çырнăччĕ.

(12) Ĕненекен ушкăнра маррисене айăпласси ман ĕç-им? Хăвăр ушкăнрисене вара хăвăрăнах айăпламалла мар-и?

(13) Ушкăн тулашĕнчисене Турă айăплĕ. Пăсăк çынна вара хăвăр хушшăртан хăваласа ярăр.

1 Коринфри 6

Турра хисеплеменнисем умĕнче судлашни

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16

(1) Епле-ха тата, пĕр-пĕринпе хирĕçмелли сăлтав тупăнсан, сирĕнтен хăшĕ-пĕри ĕненекен ушкăнра мар, Турра хисеплеменнисем умĕнче судлашать?

(2) Ĕненекенсем çак тĕнчене суд тăвассине пĕлместĕр-им? Тĕнчене суд тăваканĕсем эсир пулатăр пулсассăн, чылай пĕчĕкрех ĕçсене хăвăрах суд тума тивĕç мар-и?

(3) Эпир ангелсене те суд тăвасса пĕлместĕр-им? Пурăнан пурăнăçри ĕçсене те хамăр тĕллĕн татса параймастпăр-и?

(4) Эсир вара, пурăнан пурăнăçра хирĕçмелли тупăнсассăн, ĕненекен ушкăнра тăман судьясем патне каятăр.

(5) Сире намăс пултăр тесе калатăп: тăвансем хушшинчи ĕçсене татса пама пултаракан ăслă-тăнлă пĕр çын та çук-и сирĕн?

(6) Эсир тăванпа тăван судлашатăр, çитменнине тата Турра хисеплеменнисем умĕнче.

(7) Пĕр-пĕринпе судлашас патнех çитни те сирĕншĕн мăшкăл-çке. Кÿрентернине чăтсассăн аванрах марччĕ-и? Çухату тÿсни аванрах марччĕ-и?

(8) Апла пулинччĕ! Эсир хăвăр кÿрентеретĕр, çарататăр. Кама-ха? Тăванăрсене.

(9) Тÿрĕ мар çынсем Турă Патшалăхне кĕреймессе пĕлместĕр-им? Ан улталанăр: аскăнсем те, кĕлеткесене пуççапакансем те, пĕр-пĕрне улталакан мăшăрсем те, арçынпа асакан арçынсем те,

(10) вăрăсем те, çăткăнсем те, ĕçкĕçсем те, сăмахпа хăртакансем те, хапсăнчăксем те Турă Патшалăхне кĕреймĕç.

(11) Çавнашкаллисем сирĕн хушшăрта та пулнă. Анчах та эсир шыва кĕнĕ, сăвапланса тасалнă, Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе тата Туррăмăр Сывлăшĕпе тÿрре тухнă.

Ÿт-пÿпе те Турра мухтава кăларăр

(12) Мана тем тума та юрать, анчах пурте усса каймасть. Çапла, мана тем тума та юрать, анчах манпа нимĕн те ан хуçалантăр.

(13) Хырăмшăн апат пултăр, апатшăн хырăм пултăр. Анчах та Хуçамăр ăна та, кăна та пĕтерĕ. Ÿт-пÿ те аскăнлăх валли мар, Хуçамăр валли; Хуçамăр вара – этем валли.

(14) Турă пирĕн Хуçамăра вилĕмрен чĕртнĕ, Хăйĕн хăвачĕпе пире те чĕртĕ.

(15) Сирĕн ÿт-пĕвĕрсем Христос ÿчĕн пайĕсем пулнине пĕлместĕр-им? Мĕн, Христос ÿчĕн пайĕсене илсе аскăн хĕрарăм ÿт-пĕвĕн пайĕсем тумалла-им? Апла мар, паллах!

(16) Аскăн хĕрарăмпа çыхланакан унпа пĕр ÿт-пÿ пулнине эсир пĕлместĕр-им? «Иккĕшĕ пĕр ÿт-пÿ пулĕç», – тенĕ-çке-ха Çырнинче.

(17) Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ пулакан вара Хуçамăрпа пĕр чун-чĕмлĕ.

(18) Аскăнлăхран пăрăнăр: этем тăвакан кирек епле çылăх та унăн ÿт-пĕвĕн тулашĕнче. Аскăн çын вара хăйĕн ÿт-пĕвне хирĕç çылăх тăвать.

(19) Сирĕн ÿт-пĕвĕрсем Святой Сывлăшăн çурчĕ пулнине пĕлместĕр-им? Ăшăрта Турăран илнĕ Сывлăш пурăннăран эсир ĕнтĕ хăвăр та хăвăрăн мар.

(20) Сире хаклă хакпа тÿлесе илнĕ. Çавăнпа ÿт-пĕвĕрпе те, чунăрпа та Турра мухтава кăларăр: вĕсем Туррăн.

1 Коринфри 7

Арлă-арăмлă пурăнасси çинчен

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16

(1) Арçын хĕрарăмпа çывăрса курмасан аванрах тесе çырнăччĕ эсир ман патăма. Кунта çакна каламалла.

(2) Аскăнлăха путмалла ан пултăр тесен, кашни арçыннăн арăмĕ пултăр, кашни хĕрарăмăн – упăшки.

(3) Упăшкин арăмне юратса пурăнмалла, çавăн пекех арăмĕ те упăшкине юраттăр.

(4) Арăмĕ хăйĕн ÿт-пĕвĕпе хуçаланаймасть, унăн хуçи – упăшки. Çавнашкалах упăшки те хăйĕн ÿт-пĕвĕпе хуçаланаймасть, унăн хуçи – арăмĕ.

(5) Пĕр-пĕринчен пăрăнса ан çÿрĕр. Пăрăнас пулсан та, пĕр-пĕринпе калаçса татăлса, вăхăтлăха, пĕтĕм чун хавалĕпе типĕ тытасчĕ, кĕлтăвасчĕ тесе пăрăнăр. Унтан каллех пĕрле пулăр. Ахальлĕн, хăвăра тытса чарма йывăррине курса, сире шуйттан илĕртсе улталĕ.

(6) Паллах, çакна эпĕ хушса мар, ирĕк парса калатăп.

(7) Ку тĕлĕшĕнчен манăн пур çынна та хам пек тăвас килет, анчах та кашниех Турăран тĕрлĕ пултарулăх илет: пĕри – апла, тепри – капла.

(8) Мăшăрланманнисене, мăшăрсăр юлнисене вара хам пек хăраххăн пурăнни аванрах тетĕп.

(9) Чтаймаççĕ пулсан, авланччăр. Аскăн шухăшпа çунса çÿриччен авланни аванрах.

(10) Мăшăрланнисене вара эпĕ мар, Хуçамăр çапла хушать: арăмĕн упăшкинчен уйăрăлмалла мар.

(11) уйăрăлас пулсассăн, урăх качча каймалла мар е упăшкипех килĕшÿ тупмалла. Упăшкин те арăмне пăрахмалла мар.

(12) Ыттисем пирки вара çакна каламалла (куна Хуçамăр мар, эпĕ калатăп): пĕр-пĕр ĕненекен тăванăн арăмĕ ĕненмен çын пулсан, анчах та упăшкипе пурăнма килĕшет пулсан – упăшкин ăна пăрахмалла мар.

(13) Ĕненекен арăм та, упăшки ĕненмен çын пулсан, анчах арăмĕпе пурăнма килĕшет пулсан, упăшкине ан пăрахтăр.

(14) Мĕншĕн тесен ĕненмен упăшка арăмĕн ĕненĕвĕ урлă сăвапланса тасалать; ĕненмен арăм та упăшкин ĕненĕвĕ урлă сăвапланса тасалать, унсăрăн сирĕн ачăрсем таса мар пулĕччĕç, капла – таса.

(15) Ĕненмен упăшка е арăм уйăрăласшăн пулсан, уйăрăлтăр. Кун пек чухне ĕненекен тăванăмăра нимĕн те çыхса тăмасть. Хуçамăр пире килĕштерсе пурăнма чĕнсе илнĕ.

(16) Эй, арăм! Кам пĕлет, тен, эсĕ упăшкуна çăлăн? Эй, упăшки! Кам пĕлет, тен, эсĕ арăмна çăлăнХуçамăр палăртнă пурăнăç

(17) Эпĕ мĕн пур ĕненекен ушкăнсене çапла хушатăп: кашнин Турă палăртнă пек, хăйне Хуçамăр мĕнле халлĕн чĕнсе илнĕ, çавнашкалах пурăнмалла.

(18) Кам та кам хăйне Турă чĕнсе иличчен ÿт кастарнă, çавă ÿт кастарнине ан пытартăр; кам та кам ÿт кастарман, ан кастартăр.

(19) Ÿт кастарни, ÿт кастарманни пекех, ниме те пĕлтермест. Чи кирли – Турă пил-хушăвĕсене пăхăнса пурăнасси.

(20) Чĕнсе илнĕ чух хăвăр кам пулнă, çаплипех юлăр.

(21) Хăвна чĕнсе илнĕ чухне эсĕ чура пулнă-и? Ан пăшăрхан. Ирĕклĕ пулмашкăн май килсессĕн те, хăшĕ лайăхраххине суйласа ил.

(22) Мĕншĕн тесен Хуçамăр чĕнсе илнĕ чура вăл – Хуçамăрăн ирĕке кăларнă çынни. Çавнашкалах, ирĕклĕ чух чĕнсе илни – Христос чури.

(23) Сире хаклă хакпа тÿлесе илнĕ, çын чури пулмашкăн ан килĕшĕр.

(24) Эй, тăвансем! Эппин, чĕнсе илнĕ чухне сирĕнтен кашни кам пулнă, Турă умĕнче çаплипех юлтăр.

Мăшăрланманнисем тата мăшăрсăр юлнисем

(25) Мăшăрланманнисем пирки вара Хуçамăр мĕн хушса хăварнă – пĕлместĕп. Мана Хуçамăр Хăйĕншĕн шанчăклă пулмашкăн ырăлăх панă, çавăнпа канаш паратăп.

(26) Ман шутăмпа, хальхи йывăр саманара çынна мăшăрланмасăр пурăнни аванрах.

(27) Эсĕ арăмлă-и? Эппин, уйăрăлма сăлтав ан шыра. Арăмсăр юлнă-и? Эппин, урăх арăм ан шыра.

(28) Тепĕр тесен, авланни çылăх мар. Хĕр качча кайни те çылăх мар. Анчах та ку саманара арлă-арăмлă пурăнакансене йывăр килет, эпĕ сире çав йывăрлăхран упрасшăн.

(29) Эй, тăвансем! Эпĕ сире çапла калатăп: вăхăт нумаях юлмарĕ. Малашне арăмлисем арăмсăррисем пек пурăнччăр.

(30) Йĕрекеннисем – йĕменнисем пек, савăнаканнисем – савăнманнисем пек, туянаканнисем – туянманнисем пек пулччăр.

(31) Çак тĕнчери пурăнăçпа пурăнакансем тĕнчере пурăнман пек пулччăр, мĕншĕн тесен çак тĕнче сăнарĕ иртсе каять.

(32) Манăн сире пурăнăç хуйхи-суйхинчен хăтарса хăварас килет. Авланман çын Хуçамăршăн, Хуçа Турра юрасшăн тăрăшать.

(33) Авланни пурăнăçшăн, арăмне юрасшăн тăрăшать. Арăмпа хĕр хушшинче те уйрăмлăх пур.

(34) Ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен те, чун-чĕм тĕлĕшĕнчен те сăваплă пуласчĕ тесе, качча кайманни Хуçамăршăн, Хуçа Турра юрасшăн тăрăшать. Качча кайни вара пурăнăçшăн, упăшкине юрасшăн тăрăшать.

(35) Çакна эпĕ сире çăварлăхласшăн каламастăп. Сирĕн пĕтĕмпех йĕркеллĕ пултăр тесе, пĕтĕм тимлĕхпе Хуçа Турра чун-чĕререн парăнса тăччăр тесе – сире усăллă пултăр тесе калатăп.

(36) Кам хăйĕн качча кайма вăхăт çитнĕ хĕрĕ ватта юлни намăс тесе шухăшлать, çав хăй тăвас тенĕ пек тутăр, çылăха кĕмĕ. Ун пек хĕрсем качча кайччăр.

(37) Çапах та кам иккĕленÿсĕр, камăн хăйĕн хĕрне качча пама нуша çук, анчах та хăйĕн ирĕкĕпе хĕрне качча памасăр упраса хăварас тет, çавă аван тăвать.

(38) Çавăнпа та хĕрне качча паракан аван тăвать, качча паманни вара тата аванрах тăвать.

(39) Саккун арăмне упăшки чĕрĕ чухне унпа пĕр çыхăра пулма хушать. Упăшки вилсессĕн вара унăн кама качча каяс килет, çавна кайма ирĕк пур. Анчах та çынни Хуçамăра ĕненекенскер пулмалла.

(40) Çапах та, качча каймасан, çав хĕрарăм телейлĕрех пулать. Паллах, ку манăн шухăш, анчах манра та Турă Сывлăшĕ пур пулĕ тетĕп.

1 Коринфри 8

Чÿк апат-çимĕçĕ

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16

(1) Халĕ кĕлеткесене чÿклесе панă апат-çимĕç пирки калам. Ун пирки хамăрăн пĕлÿ пурри паллă ĕнтĕ, анчах та пĕлÿ пуçа каçăрттарать, юратулăх вара аталантарать.

(2) Кам мĕне те пулин пĕлсе çитрĕм тет, çавă кирлĕ таран нимĕн те пĕлмест.

(3) Турă вара Хăйне юратакана пĕлет.

(4) Ĕнтĕ чÿклесе панă аш пирки. Тĕнчери пуççапмалли кĕлеткесем ним тĕшне те тăманнине, Пĕртен-пĕр Турăсăр пуçне урăххи çуккине эпир пĕлетпĕр.

(5) Çĕр çинче те, тÿпере те турă текенскерсем (вĕсем тата хуçасем пекех питĕ йышлă) пур теççĕ пулсан,

(6) пирĕн вара пĕр Атте Турă. Пĕтĕмпех Вăл пултарнă, пурăнасса та эпир Уншăн пурăнатпăр. Пирĕн пĕртен-пĕр Хуçамăр – Иисус Христос. Пĕтĕмпех Ун урлă пултарăннă, эпир те Вăл пуртан пурăнатпăр.

(7) Анчах та пурте çакнашкал пĕлÿллĕ мар. Хăшĕ-пĕрисем халĕ те кĕлеткесене турă вырăнне хурассинчен хăпса çитмен-ха. Çавăнпа та чÿк çимĕçне çинĕ чухне çакă турра кÿнĕ çимĕç тесе шутлаççĕ, халсăр чунлăскерсем, хăйсене хăйсем ирсĕрленнĕ пек туяççĕ.

(8) Анчах та апат-çимĕç пире Турă патне кăшт та çывхартмасть. Çисессĕн те пирĕн нимĕн те хутшăнмасть, çимесессĕн те эпир нимĕн те çухатмастпăр.

(9) Çапах та эсир чÿк çимĕçне тиркеменни халсăр чунлисемшĕн такăнса ÿкмелли чул пуласран асăрханăр.

(10) Эсĕ, пĕлÿллĕскер, чÿк вырăнĕнче çисе ларнине курсан, халсăр чунлисенчен хăшĕ-пĕрин чÿк ашне çисе пăхасси килсе каймĕ-и?

(11) Ĕнтĕ эсĕ пĕлни халсăр тăванна пĕтермелли сăлтав пулĕ. Христос ăна çăлас тесе вилнĕ вĕт-ха.

(12) Ĕненекен тăванусене хирĕç çапла майпа çылăх туса, вĕсен ахаль те халсăр чунне амантса, эсир Христоса хирĕç те çылăх тăватăр.

(13) Çавăнпа та, ĕненекен тăванăма апат-çимĕç такăнтарса ÿкерет пулсан, ăна такăнтарас мар тесе, пачах та аш çием мар.

1 Коринфри 9

Апостол тивĕçĕсем

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16

(1) Эпĕ апостол мар-им? Ирĕклĕ мар-им? Иисус Христоса, хамăр Хуçамăра, хам куçпа хам курман-им? Сире Христоспа пĕрлĕхлĕ тăваканни эпĕ мар-им?

(2) Тен, ыттисем мана апостол вырăнне хумаççĕ, анчах та сирĕншĕн эпĕ – апостол. Сире эпĕ Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ турăм, çакă эпĕ апостол пулнине ĕнентерет.

(3) Çакă манăн хама айăплакансенчен хÿтĕленни пултăр.

(4) Е ĕненекенсен пире тăрантармалла мар-им?

(5) Е пирĕн хамăр çумра ĕненекен тăванăмăр – арăм – пулмалла мар-им? Ытти апостолсем те, Хуçамăрăн пĕртăванĕсем те, Кифа та авланнă-çке-ха!

(6) Е Варнавăпа иксĕмĕрĕн кăна хамăра хамăр тăрантарса пурăнмалла-и?

(7) Çар çынни хăйне хăй тăрантарса пурăнни пур-и? Иçĕм çырли лартаканĕ çырлине çименни пур-и? Кĕтÿ кĕтекенĕ сĕт ĕçменни пур-и?

(8) Çакна эпĕ этемле шухăшласа кăна калатăп-иСаккун та çавнах каламасть-и вара?

(9) Моисей саккунĕнче çапла çырнă: «Авăн ашакан вăкăрăн çăварне ан хупла». Çакна Турă вăкăрсемшĕн куляннипе каланă тетĕр-и?

(10) Е çак сăмахсене пирĕншĕн кулянса каланă? Паллах, çакна йăлтах пирĕншĕн каланă, мĕншĕн тесен хăйĕн пайне илессе шанса суха тăваканăн сухаламалла, кĕлте çапаканăн çапмалла.

(11) Эпир сирĕн ăша чун-чĕм вăрлăхне акрăмăр, эппин сирĕнтен кĕлеткене усрамалăх пухса илни ытлашши пулĕ-и?

(12) Ыттисем сирĕн патăрта çавнашкал ирĕкпе усă кураççĕ пулсан, пирĕн ирĕкĕмĕр тата ытларах мар-и? Анчах та эпир çав ирĕкпе нихăçан та усă курмарăмăр. Христосăн Ырă Хыпарне пĕлтерме нимĕн те ан чăрмантартăр тесе мĕн пуррипе çырлахса пурăнатпăр.

(13) Кĕлĕ çуртĕнче ĕçлекенсем кĕлĕ çурчĕн шучĕпе пурăннине пĕлместĕр-им? Парне вырăнĕ умĕнче ĕçлесе тăракансен вара парнелĕхе кÿнин пĕр пайне илме ирĕк пуррине пĕлместĕр-им эсир?

(14) Ырă Хыпар пĕлтерекенсем ÿкĕтлесе-вĕрентсе хăйсене пурăнмалăх ĕçлесе илччĕр тесе Хуçамăр та хушса хăварнă.

(15) Анчах та эпĕ çав çăмăллăхсемпе пĕринпе те нихăçан та усă курмарăм. Çырасса та çăмăллăх ыйтса çырмастăп. Мухтанмалли сăлтавăмсăр тăрса юличчен эпĕ вилме те хатĕр.

(16) Ырă Хыпар пĕлтерни вăл – мухтанмалли япала мар, манăн тивĕçĕм. Пĕлтерместĕп пулсан – хуйхă пултăр мана!

(17) Çак ĕçе эпĕ хам ирĕкпе тăватăп пулсан, паллах, мана тÿлемелле. Енчен те хам ирĕкпе тумастăп пулсан, шанса панă ĕçĕм вара Турă умĕнчи тивĕçĕм пулать.

(18) Мухтанмалли сăлтавăм, тÿлевĕм мĕн вара? Вăл ак çакă: Христос çинчен эпĕ Ырă Хыпар тÿлевсĕрех саратăп, çав ĕçшĕн хама тивĕçлине илместĕп.

(19) Ирĕклĕ çын пулсан та, тата ытларах çынна çăласчĕ тесе, эпĕ пуриншĕн те чура пулса тăтăм.

(20) Иудейсене Христос майлă çавăрас тесе эпĕ иудейсемпе иудей пек пултăм, Моисей саккунне пăхăнакансене çăлас тесе саккуна пăхăнакан пек пултăм.

(21) Саккуншăн юттисене çăлас тесе вĕсемшĕн хам та саккуншăн ют пек пултăм. Çав хушăрах Моисей саккунне Турă умĕнче юта хумарăм, пурăнасса вара Христос саккунĕпе пурăнтăм.

(22) Халсăр чунлисене çавăрас тесе халсăррисем пек пултăм. Май пур таран хăшне те пулин çăлса хăварасчĕ тесе эпĕ пуриншĕн те вĕсем пек пултăм.

(23) Çакна эпĕ Ырă Хыпаршăн, унăн ырăлăхне ыттисемпе пĕрле пайласчĕ тесе тăватăп.

(24) Ăмăртура пурте чупаççĕ, анчах та пĕрне кăна парне тивĕçнине пĕлместĕр-им эсир? Çав парнене çĕнсе илес тесе эсир те тăрăшăр.

(25) Ăмăртăва хутшăнмашкăн пурте тĕплĕн хатĕрленеççĕ, ăна-кăна питĕ уяса пурăнаççĕ. Вĕсем шанакан-типекен пуç кăшăлĕ çĕнсе илесшĕн, эпир – шанманнине.

(26) Çавăнпа та эпĕ тĕллевсĕр чупмастăп; аллăмсемпе сывлăшра усăсăр сулкалашмастăп, чăнласах кĕрешетĕп.

(27) Çапах та эпĕ кĕлеткеме хама итлеттерсе пăхăнтаратăп. Çакна эпĕ ыттисене Ырă Хыпаршăн кĕрешме ÿкĕтле-ÿкĕтле хамăн çав кĕрешĕве юрăхсăр пулас марччĕ тесе тăватăп.

1 Коринфри 10

Кĕлеткесене пуççапасран асăрхаттарни

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16

(1) Эй, тăвансем! Ман сире çакна пĕлтерес килет: пирĕн мăн асаттесем пурте пĕлĕт витĕмĕпе пынă, сирĕлнĕ тинĕс тĕпĕпе каçнă.

(2) Пĕлĕтпе тата тинĕс шывĕпе тĕне кĕрсе вĕсем пурте Моисейпа пĕрлĕхлĕ пулса тăнă.

(3) Вĕсем пурте чун-чĕмĕн пĕр апатне çинĕ.

(4) Вĕсем пурте чун-чĕмĕн пĕр ĕçмине ĕçнĕ: ту чулĕнчен çăлкуç тапса тăнă, чун-чĕм чулĕ вĕсемпе пĕрлех пынă. Çав чул вăл Христос пулнă.

(5) Анчах та вĕсен хушшинче Турра юрăхлă пурăнакансем сахал пулнă, çавăнпа та ытларахăшĕ пуш хиртех выртса юлнă.

(6) Эпир те мăн асаттесем пекех усаллине сăхланасран Турă пире çакнашкал тĕслĕхсемпе асăрхаттарнă.

(7) Вĕсенчен хăшĕ-пĕри пек кĕлеткесене ан пуççапăр. Çырнинче вĕсем пирки çапла каланă: «Халăх ĕçме-çиме ларнă, унтан вăййа тухнă».

(8) Вĕсенчен хăшĕ-пĕри пек аскăн та пăсăк пулар мар. Псăк пурăннăран вĕсенчен çирĕм виçĕ пинĕшĕ пĕр кунтах пĕтнĕ.

(9) Христоса тĕрĕслер мар. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри çапла хăтланнă та – çĕленсем сăхнипе вилсе пĕтнĕ.

(10) Вĕсенчен хăшĕ-пĕри пек ан ÿпкелешĕр. Вĕсем ÿпкелешнĕ те – вĕсене чунилли пĕтернĕ.

(11) Çаксем пурте малашлăх сăнарĕсем пулнă. Пире, тĕнче пĕтес вăхăтра пурăнакансене, ăса кĕртмешкĕн çав тĕслĕхсем çинчен çырса хăварнă та ĕнтĕ.

(12) Çавăнпа хăйне çирĕп тăратăп тесе шухăшлакан ÿкесрен асăрхантăр.

(13) Эсир куракан тĕрĕслев этем тÿсмелĕх кăна. Турра шанăр. Вăл сирĕн пуçăр çине чăтма пултарнинчен ытла тĕрĕслев яма хушмĕ. Тĕрĕсленĕ чухне чăтса ирттермелĕх сире çăмăллăх та парĕ.

(14) Çапла вара, савнă тăвансем, кĕлеткесене пуççапассинчен пăрăнса çÿрĕр.

(15) Сирĕнпе эпĕ ăслă-тăнлă çынсемпе калаçнă пек калаçатăп. Мĕн калани пирки вара хăвăр шухăшлăр.

(16) Эпир пиллĕх куркинчен пиллесе ĕçни Христос Юнĕпе хутшăнни пулмасть-и вара? Хамăр хуçса çиекен çăкăра çини Христос Ÿчĕпе пĕрлешни пулмасть-и вара?

(17) Çăкăрĕ пĕрре, çав çăкăра валеçсе çинĕрен эпир те нумаййăн пĕр ÿт пулса тăратпăр.

(18) Израиль йăхĕнчисене пăхăр-ха. Парне вырăнĕ çинчи çимĕçе çисе вĕсем парне кÿрес ĕçе хутшăнмаççĕ-и?

(19) Мĕн каласшăн-ха эпĕ? Пуççапмалли кĕлетке е чÿк çимĕçĕ мĕне те пулин пĕлтерет тесшĕн-и?

(20) Паллах, апла мар. Урăх халăхсем парнине Турра мар, усал сывлăшсене кÿреççĕ тесшĕн. Манăн вара сире усал сывлăшсемпе хутшăнтарас килмест.

(21) Хуçа Турă куркинчен ĕçнĕ хушăрах эсир усал сывлăш куркинчен те ĕçеймĕр. Хуçа Турă сĕтелĕ хушшинче ларнă вăхăтрах усал сывлăш сĕтелĕ хушшинче хăналанаймăр.

(22) Хуçа Туррăмăра пирĕн кĕвĕçтерсе тарăхтарас килет-ши? Эпир Унран вăйлăрах-им вара? Пĕтĕмпех Турă мухтавĕшĕн тăвар

(23) Манăн тем тума та ирĕк пур, анчах пурте усăллă мар. Манăн тем тума та ирĕк пур, анчах пурте ырăлăхлă мар.

(24) Никам та хăйшĕн кăна ан тăрăштăр, çынна усă тăвасчĕ тесе тимлетĕр.

(25) Таса чунлă юлас тесен, сутуçăран илнĕ аша пĕр тиркемесĕр çийĕр.

(26) Мĕншĕн тесен çак çĕр те, çĕр çинчи те пĕтĕмпех Хуçа Туррăн.

(27) Калăпăр, ĕненмен çынсенчен кам та пулин сире хăнана чĕнет. Эсир кайма килĕшетĕр. Таса чунлă юлас тесен мĕн сĕннине пĕр тиркемесĕр çийĕр.

(28) Анчах кам та пулин сире: «Ку чÿк çимĕçĕ», – тесе каласан, ан çийĕр. Çапла туни сĕнекен çыншăн та, чуна таса хăвармашкăн та кирлĕ. Мĕншĕн тесен çак çĕр те, çĕр çинчи те пĕтĕмпех Хуçа Туррăн.

(29) Чуна таса хăвармашкăн тесе эпĕ сирĕн пирки мар, çав çын пирки калатăп. Манăн ирĕклĕхĕм çын чунĕ умĕнче яваплă мар.

(30) Эпĕ Турра тав туса çиетĕп пулсан, тав туса çинĕ çимĕçшĕн мана мĕншĕн хурламалла?

(31) Çапла вара, ĕçетĕр-и, çиетĕр-и е мĕн те пулин урăххине тăватăр-и – пĕтĕмпех Турă мухтавĕшĕн тăвăр.

(32) Иудейсемшĕн те, грексемшĕн те, Турă чиркĕвĕшĕн те çылăха кĕмелли сăлтав пулас марччĕ тесе пурăнăр.

(33) Манашкал пулăр. Эпĕ пур тĕлĕшĕнчен те пурне те юрама тăрăшатăп. Нумайăшĕ çăлăнччăр тесе, хамшăн мар, ытти çынсен ырăлăхĕшĕн тăрăшатăп.

1 Коринфри 11

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16

(1) Эпĕ Христосран тĕслĕх илнĕ пек, эсир те манран тĕслĕх илĕр.

Кĕлĕре çÿç-пуçа витесси

(2) Эй, тăвансем! Эпĕ мĕн каланине йăлтах асра тытнăшăн, эпĕ вĕрентсе хăварнă Хуçа Турă йăли-йĕркипе пурăннăшăн сире ырлатăп.

(3) Тата сире çакна пĕлтерессĕм килет: кирек епле арçыншăн та Христос пуç пулса тăрать, упăшки те арăмĕшĕн – пуç, Турă та Христосшăн – пуç.

(4) Пуçне тăхăнса кĕлтăвакан е пророкла сăмах калакан кирек епле арçын та хăйĕн пуçне намăс кăтартать.

(5) Çÿç-пуçне витмесĕр кĕлтăвакан е пророкла сăмах калакан кирек епле хĕрарăм та хăйĕн пуçне намăс кăтартать. Вăл çапла туни çÿçне хыртарса янипе пĕрех.

(6) Хĕрарăм çÿç-пуçне витмест пулсан, эппин çÿçне кастартăр. Çÿç кастарма е хыртарма вăтанать пулсан, эппин çÿç-пуçне хуплатăр.

(7) Арçыннăн кĕлĕре çара пуçăн пулмалла, мĕншĕн тесен вăл Турă сăнарĕпе мухтавĕ. Хĕрарăм вара – упăшкин мухтавĕ.

(8) Арçынна хĕрарăмран пултарман, хĕрарăма арçынтан пултарнă.

(9) Арçынна хĕрарăмшăн туман, хĕрарăма арçыншăн тунă.

(10) Çавăнпа та хĕрарăмăн хăйĕн пуçне пăхăну паллипе витмелле. Тата унăн çакна ангелсене кăтартмашкăн тумалла.

(11) Тепĕр тесен, Хуçамăр вĕрентнĕ тăрăх, упăшки арăмĕсĕр, арăмĕ упăшкисĕр ним тĕшне те тăмасть.

(12) Мĕншĕн тесен малтанхи хĕрарăма арçынтан тунă пекех, арçын та хĕрарăмран çуралать. Пурне те вара Турă пултарнă.

(13) Хăвăрах шухăшласа пăхăр-ха, витмен пуçпа Турра кĕлтуни хĕрарăма килĕшÿллĕ-и

(14) Çÿçне-пуçне ÿстерсе янă арçын хисепрен тухни çинчен çут çанталăк хăех калать.

(15) Хĕрарăмшăн вара çÿç ÿстерни – хисеп, çут çанталăк хĕрарăма виткĕч вырăнне вăрăм çÿç панă.

(16) Хампа тавлашас текене вара çакна кăна калатăп: пирĕн патăрта та, Туррăн ытти чиркĕвĕсенче те унашкал йăла çук.

Хуçамăрăн аслă каçхи апачĕ çинчен

(17) Ĕнтĕ, сире вĕрентсе, хам ырламанни çинчен калам. Сирĕн пухăвăрсем сире уссинчен ытларах сиен кÿреççĕ.

(18) Чи малтанах, хам мĕн илтни çинчен: чиркÿ пухăвне пуçтарăнсан эсир пĕр-пĕринпе харкашатăр иккен. Çакна эпĕ пăртак ĕненетĕп те.

(19) Мĕншĕн тесен чăн-чăн ĕненекенсем палăрмашкăн сирĕн хушшăрта тĕрлĕ шухăшлăх пулмаллах.

(20) Тата çакна каламалла: эсир пĕрле пуçтарăнатăр пулин те, çакна Хуçамăрăн аслă каçхи апатне туни теме çук.

(21) Мĕншĕн тесен кашниех харпăр хăй апатне часрах çисе ярасшăн. Çапла вара пĕри выçах юлать, тепри тутă та хĕрĕнкĕ.

(22) Сирĕн килĕрсем çук-им? Килте ĕçсе-çиейместĕр-им? Е Туррăн чиркĕвне ним вырăнне те хумастăр-и? Çук çынсене хур тăвас тетĕр-и? Мĕнех калам? Сире çакăншăн ырлам-и? Ырламăп.

(23) Çак йăлана эпĕ Хуçамăртан Хăйĕнчен вĕрентĕм, кайран сире вĕрентрĕм. Хăйне сутнă каç Иисус Хуçамăр çăкăр илнĕ те,

(24) Турра тав туса, çăкăра хуçнă. Унтан Вăл çапла каланă: «Илĕр, çийĕр, çакă – сирĕншĕн хуçăлакан Манăн Ÿт-пĕвĕм. Малашне те Мана аса илсе çак йăлана тăвăр».

(25) Каçхи апат хыççăн, çавнашкалах, Вăл курка илнĕ те çапла каланă: «Çак курка – Манăн Юнăмпа çирĕплетнĕ Çĕнĕ Халал. Ăна ĕçнĕ чух кирек хăçан та Мана аса илсе çак йăлана тăвăр».

(26) Ĕнтĕ эсир çав çăкăра çимессерен, çав куркана ĕçмессерен Хуçамăр тепре киличченех Вăл вилни çинчен хыпарлатăр.

Аслă каçхи апата тивĕçсĕр туни

(27) Çапла вара, Хуçамăрăн çăкăрне тивĕçсĕр çиекен, Хуçамăрăн куркине тивĕçсĕр ĕçекен çын Хуçамăрăн Ÿчĕпе Юнне хирĕç çылăх тăвать.

(28) Малтан çын хăйне хăй тĕрĕслесе пăхтăр, унтан тин çав çăкăра çитĕр, çав куркана ĕçтĕр.

(29) Кам тивĕçсĕр ĕçсе çиет, çав хăйне айăплав илмешкĕн ĕçсе çиет, мĕншĕн тесен вăл Хуçамăрăн Ÿчĕ çинчен шухăшламасть.

(30) Акă мĕншĕн сирĕн хушшăрта халсăррисем, чирлисем нумай; вилекенсем те йышлă.

(31) Эпир хамăра хамăр хаклама пултарсан Турă пире айăпламĕччĕ.

(32) Пире хак параканĕ вара – Турă. Ытти пĕтĕм тĕнчепе пĕрле суд умне тăрас мар тесессĕн Хуçа Турă айăплавне пирĕн чăтмалла.

(33) Çавăнпа та, тăванăмсем, аслă каçхи апата пуçтарăннă чухне пĕр-пĕрне кĕтĕр.

(34) Турă сирĕн пухăва ан айăплатăр тесен çиес текен килте çитĕр. Ыттине хам пырсан йĕркене кĕртĕп.

1 Коринфри 12

Турă Сывлăшĕн парнисем

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16

(1) Эй, тăвансем! Манăн сире Турă Сывлăшĕн парнисем пирки пĕлтермесĕр хăварас килмест.

(2) Чăн Турра пĕлмен чухне пуççапмалли чĕлхесĕр кĕлеткесем патне сире вăйпах темскер ертсе кайнине хăвăрах пĕлетĕр.

(3) Çавăнпа та сире çакна калатăп: Турă Сывлăшĕ хавхалантарнипе калаçакансенчен пĕри те Иисуса ылханмĕ. Святой Сывлăш хавхалантарнипе калаçакансемсĕр пуçне Иисуса Хуçам тесе никам та калаймĕ.

(4) Çынсене тĕрлĕрен пултарулăх панă, анчах та Сывлăш – пĕрре.

(5) Турăшăн та çынсем тĕрлĕрен тăрăшаççĕ, анчах та Хуçа Турă – пĕрре.

(6) Çынсен ĕçĕсем те тĕрлĕрен, анчах пурин ăшĕнче те пурне те туса тăракан Турă – пĕрре.

(7) Сывлăш кашни çыннах пĕрлехи ырлăхшăн тăрăшмашкăн пултарулăх панă.

(8) Пĕрне Сывлăш урлă ăслăлăх сăмахне панă, тепĕрне çав Сывлăшах пĕлÿлĕх сăмахне панă.

(9) Пĕрне Сывлăш урлă ĕненес пултарулăх панă, тепĕрне çав Сывлăшах сыватас пултарулăх панă.

(10) Хăшне хăват кăтартма, хăшне пророкла калаçма, хăшне ырă тата усал сывлăшсене уйăрма, хăшне тĕрлĕ чĕлхепе калаçма, хăшне тĕрлĕ чĕлхепе каланине ăнлантарма пултарулăх панă.

(11) Çаксене йăлтах пĕр Сывлăш туса тăрать; Вăл, Хăйне кирлĕ пек, кашни çыннах уйрăм пултарулăх парать.

Эпир – пĕр ÿт-пÿ

(12) Пĕр ÿт-пĕвех нумай пайсенчен тăрать, нумай пулин те, пурте пĕрле пĕр ÿт-пÿ тăваççĕ. Христос та çавнашкалах.

(13) Мĕншĕн тесен пĕр Сывлăшпа тĕне кĕрсе эпир пурте – иудейсемпе грексем те, чурасемпе ирĕклисем те – пĕр ÿт-пÿ пултăмăр, пĕр Сывлăшпа тултăмăр.

(14) Ÿт-пÿ вара пĕр пайран мар, нумай пайсенчен тăрать.

(15) «Эпĕ алă мар, эппин ÿт-пĕвĕн те мар», – тесе каланăшăн ура ÿт-пÿ пайĕ пулма пăрахать-и?

(16) «Эпĕ куç мар, эппин ÿт-пĕвĕн те мар», – тесе каланăшăн хăлха ÿт-пÿ пайĕ пулма пăрахать-и?

(17) Пĕтĕм кĕлетке курмалли пайран тăрсассăн, мĕнпе илтĕн? Пĕтĕм кĕлетке илтмелли пайран тăрсассăн, мĕнпе шăршă пĕлĕн?

(18) Анчах та Турă ÿт-пÿ пайĕсене Хăйне кирлĕ пек пĕр ÿт-пĕве чăмăртаса вырнаçтарнă.

(19) Пурте ÿт-пĕвĕн пĕр пайĕ пулас пулсассăн, ÿт-пĕвĕ хăй ăçта пулĕччĕ?

(20) Капла вара ÿт-пÿ пайĕсем нумай, ÿт-пĕвĕ – пĕрре.

(21) «Эсĕ мана кирлĕ мар», – тесе куç алла калаймĕ. Пуç та урана: «Эсĕ мана кирлĕ мар», – тееймĕ.

(22) Пачах та урăхла! Чи хавшак пек туйăнакан ÿт-пÿ пайĕсем кирлĕрех те!

(23) Чаплă мар текен ÿт-пÿ пайĕсене вара эпир питĕ асăрхаса упратпăр.

(24) Илемсĕр, намăс вырăнсене тирпейлĕн хуплатпăр, илемлине апла туни кирлĕ те мар. Анчах та Турă, тивĕçсĕр текеннисемшĕн ытларах тăрăштарса, пĕтĕм ÿт-пĕве шайлаштарнă.

(25) Çакна Вăл ÿт-пÿ пайĕсен пĕр-пĕрне уйăрасси ан пултăр, пур пайĕ те пĕр-пĕриншĕн пĕрешкел тăрăштăр тесе тунă.

(26) Çавăнпа та ÿт-пĕвĕн пĕр-пĕр пайĕ асаплансан ыттисем те асапланаççĕ, пĕр-пĕр пайĕ хисеплĕ пулсан ыттисем те савăнаççĕ.

(27) Эсир вара – Христос ÿт-пĕвĕ, уйрăмшарăн – ÿт-пÿ пайĕсем.

(28) Ĕненекен ушкăнра Турă хăшне апостол тунă, хăшне – пророк, тата тепĕрне – вĕрентекен. Турă хăшне хăват кăтартма вăй панă, хăшне сыватас пултарулăх панă. Çавнашкалах хăшне пулăшас пултарулăх, хăшне ертсе пырас пултарулăх, тата теприсене тĕрлĕ чĕлхепе калаçас пултарулăх панă.

(29) Пурте апостол-и? Пурте пророк-и? Пурте вĕрентекен-и? Пурте хăват кăтартакан-и?

(30) Пурин те сыватас пултарулăх пур-и? Пурте тĕрлĕ чĕлхесемпе калаçаççĕ-и? Тĕрлĕ чĕлхепе каланине пурте ăнлантарса параяççĕ-и

(31) Çапах та пурте тата пысăкрах пултарулăх илесчĕ тесе тăрăшăр, эпĕ вара сире тата лайăхрах çул-йĕр кăтартса парăп.

1 Коринфри 13

Юратулăх

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16

(1) Этем чĕлхипе калаçсан та, ангел чĕлхипе калаçсан та, хам юратулăхсăр пулсан, эппин эпĕ – янăракан чан е чăнкăртатакан кимвал çеç.

(2) Манăн пророк пултарулăхĕ пур пулсан та, пĕтĕм вăрттăнлăхпа пĕлĕве ăнкаратăп пулсан та, тусене вырăнтан куçармалăх çирĕп ĕненÿллĕ пулсан та, хам юратулăхсăр пулсан, эппин эпĕ ним тĕшне те тăмастăп.

(3) Эпĕ пĕтĕм пурлăхăма валеçсе пĕтерсен те, ÿт-пĕвĕме вута пăрахма килĕшсен те, хам юратулăхсăр пулсан, эппин мана çавăнтан ним усси те пулас çук.

(4) Юратулăх çирĕп тÿсĕмлĕ, хĕрхенÿллĕ; юратулăх кĕвĕçмест, вĕçкĕнленмест, мăнкăмăлланмасть,

(5) сĕмсĕрленмест, хăйшĕн кăна тăрăшмасть, тарăхмасть, усаллине асра тытмасть;

(6) суяшăн мар, чăнлăхшăн савăнать.

(7) Юратулăх йăлтах каçарать, пурне те ĕненет, яланах шанать, теме те тÿссе ирттерет.

(8) Пророкла каланисем вĕçленĕç, чĕлхесем çухалĕç, пĕлÿ пăрахăçа тухĕ – юратулăх нихăçан та пĕтмĕ.

(9) Мĕншĕн тесен эпир кăштах пĕлкелетпĕр, кăштах пророкла калаçкалатпăр;

(10) чи пахи килсен вара кăштаххи пăрахăçланĕ.

(11) Ача чухне эпĕ ачалла калаçаттăм, ачалла шухăшлаттăм, ачалла ăнланаттăм. Ар çулне çитсессĕн ача-пăча шухăшне пăрахрăм.

(12) Халĕ эпир тĕксĕм кантăк витĕр курнă пек уçăмсăррăн куратпăр, анчах та пĕррехинче Турра уççăн, куçа-куçăн курăпăр. Халĕ эпĕ кăшт кăна пĕлкелетĕп, ун чухне вара эпĕ Турра Вăл хама пĕлнĕ пекех пĕлĕп.

(13) Ĕнтĕ çаксем виççĕшĕ: ĕненÿ, шанчăк, юратулăх – ĕмĕр-ĕмĕр пулĕç, анчах та аслăраххи – юратулăх.

1 Коринфри 14

Чĕлхесем тата пророкла калаçасси

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16

(1) Юратулăх патне ăнтăлăр. Турă Сывлăшĕн парнисене, уйрăммăнах пророкла калаçас пултарулăха, илме тăрăшăр.

(2) Пĕлмен чĕлхепе калаçакан вара çынсемпе мар, Турăпа калаçать. Ăна никам та ăнланмасть, мĕншĕн тесен вăрттăнлăха вăл Турă Сывлăшĕн витĕмĕпе пĕлтерет.

(3) Пророкла калаçакан вара çынсене ÿкĕтлесе, хавхалантарса, лăплантарса калаçать.

(4) Пĕлмен чĕлхепе калаçакан хăйне хăй çирĕплетет, пророкла калаçакан вара ĕненекен ушкăна çирĕплетет.

(5) Манăн сире пурне те çапла пултарас килет: тĕрлĕ чĕлхесемпе калаçни аван, пророкла калаçма пĕлни тата аванрах. Пророкла калаçакан тĕрлĕ чĕлхесемпе калаçакантан çÿлерех тăрать. Чăн та, тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан, чиркĕве çирĕплетес тесе, хăй сăмахĕсене ăнлантарса парсассăн пророкла калаçаканпа танлашма пултарать.

(6) Эй, тăванăмсем! Калăпăр, эпĕ сирĕн патăра пырсан пĕлмен чĕлхесемпе калаçăп. Çав хушăрах эпĕ сире Турă вăрттăнлăхне уçса памасан, пĕлÿ памасан, пророкла калаçмасан, вĕрентмесен сире мĕн усси пулĕ?

(7) Тĕслĕх вырăнне кĕвĕ каламалли чунсăр хатĕрсене – шăхличе е кĕслене – илер. Шхличпе кĕсле уçăмсăр сасăсем кăлараççĕ пулсан, вĕсемпе мĕнле çемĕ каланине епле пĕлеес?

(8) Уçăмлă мар труба сассипе кам çапăçăва хатĕрленĕ?

(9) Çавнашкалах эсир калакан сăмахсем ăнланмалла мар пулсан, мĕн каланине çынсем епле пĕлччĕр? Ку вăл çиле калани кăна пулать.

(10) Тĕнчере мĕн чухлĕ сăмах! Пĕлтерĕшсĕрри вара пĕри те çук.

(11) Анчах та эпĕ хампа калаçаканăн сăмахĕсем мĕне пĕлтернине ăнланмастăп пулсан, эпĕ уншăн ют халăх çынни пулатăп. Вăл та маншăн çавнашкалах.

(12) Эсир те, Турă Сывлăшĕн парнисене илме ăнтăлса, чиркĕве çирĕплетмешкĕн вĕсене ытлăн-çитлĕн илме тăрăшăр.

(13) Çавăнпа та пĕлмен чĕлхепе калаçакан çын ăнлантарса пама пултарулăх илесчĕ тесе кĕлтутăр.

(14) Мĕншĕн тесен пĕлмен чĕлхепе кĕлтунă чухне чунăм кĕлтăвать пулин те, сăм кĕлтума хутшăнмасть.

(15) Апла мĕн тăвам-ха? Турра чунăмпа кĕлтăвам, ăсăмпа та кĕлтăвам. Турра чунăмпа мухтаса юрлам, сăмпа та мухтаса юрлам.

(16) Енчен те эсĕ Турра чунтан мухтаса тав тăватăн пулсан та, сана итлесе тăракан ахаль çын: «чăнах та, çапла» тееймĕ. Эсĕ мĕн каланине вăл ăнланмасть-çке-ха.

(17) Çапла вара, эсĕ Турра тем тери мухтаса кĕлтусан та, çакă ыттисене усса пымасть.

(18) Тавах Туррăма! Пĕлмен чĕлхесемпе калаçма эпĕ сирĕнтен пуринчен те ытларах пултаратăп.

(19) Анчах та эпĕ, ыттисене ăс парас тесе, вĕсем пĕлмен чĕлхепе чиркÿре пин-пин сăмах каличчен ăнланмалла пилĕк сăмах калам.

(20) Эй, тăвансем! Ача ăслĕ ан пулăр. Усалли тĕлĕшĕнчен ача пек пулăр, анчах та ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен çитĕнсе çитнисем пек пулăр.

(21) Саккунра çапла çырнă: «„Çак халăхпа ют чĕлхепе, урăх халăх çыннисен чĕлхи-çăварĕпе калаçăп, ун чухне те вĕсем Мана итлемĕç“, – тет Хуçа Турă».

(22) Çапла вара, тĕрлĕ чĕлхесемпе калаçни – ĕненекенсем валли мар, ĕненменнисем валли Турă янă паллă. Пророкла калаçни вара – ĕненменнисем валли мар, ĕненекенсем валли Турă янă паллă.

(23) Пĕтĕм чиркÿ пĕрле пуçтарăнса пĕлмен чĕлхесемпе калаçнă чухне унта ахаль çынсем е ĕненменнисем пырса кĕрес пулсан мĕн калĕç? «Кусем ăсран тайăлнă», – темĕç-и?

(24) Енчен те пурте пророкла калаçас пулсан вара унта ахаль çын е ĕненменни пырса кĕрсен хăйне питлесе, айăпласа каланине илтĕ.

(25) Çапла майпа унăн вăрттăн шухăш-кăмăлĕ палăрĕ, вăл Турра чĕркуçленсе пуççапĕ те: «Турă чăнласах та сирĕнпе», – тейĕ.

Мĕн туни йăлтах йĕркеллĕ пултăр

(26) Çапла вара, тăвансем, мĕн тумалла-ха? Акă эсир чиркÿ пухăвне пуçтарăнатăр. Пĕри псалом ăсти, тепри ÿкĕт ăсти, тата тепри тĕрлĕ чĕлхе ăсти. Хăшĕн Турă вăрттăнлăхне уçма, теприн ăнлантарса пама пултарулăх пур. Пурте вĕсем чиркĕве çирĕплетмешкĕн усăллă пулччăр.

(27) Хăшĕ-пĕри пĕлмен чĕлхепе калаçать пулсассăн, иккĕн, е чи нумаййи – виççĕн, черетпе калаçчăр, пĕри ăнлантарса патăр.

(28) Ăнлантаракан çук пулсан, вĕсем чиркÿре шăпăрт тăччăр, хăйсен ăшĕнче Турăпа калаçчăр.

(29) Çавнашкалах пророкла калаçакансем те иккĕн е виççĕн калаçчăр, ыттисем вара мĕн илтнине сÿтсе явччăр.

(30) Ларакансенчен пĕрне Турă вăрттăнлăхĕ уçăлса кайсассăн, малтан калаçаканĕ чарăнтăр.

(31) Пурте вĕренме, хастарланма пултарччăр тесен эсир черетпе пророкла калаçма пултаратăр вĕт-ха.

(32) Хăйсене хавхалану кÿрекен сывлăшсене пророксем итлеттерме пултараççĕ.

(33) Мĕншĕн тесен Турă вăл – хирĕçÿлĕх Турри мар, канăçлăх Турри. Ĕненекенсем пуçтарăнакан ытти чиркÿсенчи пекех

(34) сирĕн хĕрарăмсем те чиркÿре чĕнмесĕр тăччăр. Вĕсен калаçмалла мар, саккун хушнă пек, пăхăнмалла.

(35) Мĕн те пулин пĕлес тесен ун çинчен вĕсем упăшкисенчен килте ыйтчăр. Хĕрарăм чиркÿре калаçни килĕшÿллĕ мар.

(36) Тăвансем! Турă сăмахĕ сирĕнтен тухнă-им? Е сирĕн патăра кăна çитнĕ-им?

(37) Хăйне пророк вырăнне е Турă Сывлăшĕллĕ çын вырăнне хуракан эпĕ сирĕн патăра çырни Хуçамăрăн пил-хушăвĕ пулнине ăнлантăр.

(38) Ăнланайманни вара ăнланманнипех юлтăр.

(39) Çапла вара, тăвансемĕр, пророкла калаçасчĕ тесе тăрăшăр, тĕрлĕрен пĕлмен чĕлхесемпе калаçма та ан чарăр.

(40) Анчах мĕн туни йăлтах килĕшÿллĕ те йĕркеллĕ пултăр.

1 Коринфри 15

Христос чĕрĕлни

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16

(1) Эй, тăвансем! Эпĕ сире хам пĕлтернĕ Ырă Хыпара татах аса илтеретĕп. Эсир ăна йышăнтăр, унпа тĕреклентĕр.

(2) Эпĕ вĕрентнине çирĕп тытса пырсан, çиелтен кăна ĕненмен пулсан, эсир Ырă Хыпарпа çăлăнăр.

(3) Мĕншĕн тесен эпĕ сире чăн малтанах хам мĕн йышăннине патăм: Çырнинче каланă пекех, Христос пирĕн çылăхсемшĕн вилнĕ.

(4) Çырнинче каланă пекех, Ăна пытарнă, виççĕмĕш кунне Вăл чĕрĕлсе тăнă.

(5) Малтан Вăл Кифăна курăннă, кайран – Вун иккĕшне,

(6) тепринче тата пĕр вăхăтрах пилĕк çĕр ытла тăванăмăра курăннă. Вĕсенчен хăшĕ-хăшĕ вилнĕ ĕнтĕ, анчах ытларахăшĕ халĕ те пурăнаççĕ-ха.

(7) Унтан Вăл Иакова курăннă, каярахпа – ытти мĕн пур апостолсене.

(8) Юлашкинчен вара Вăл мана, юрăхсăра, курăнчĕ.

(9) Туррăн чиркĕвне хĕсĕрленĕрен эпĕ хама апостолсенчен чи хисепсĕрри, апостол ятне те тивĕçсĕрри тесе шутлатăп.

(10) Анчах та Турă ырăлăхне пула эпĕ хальхи пек пулса тăтăм. Ăшăмри Унăн ырăлăхĕ усăсăр пулмарĕ, эпĕ апостолсенчен пуринчен те ытларах вăй хурса ĕçлерĕм. Тепĕр тесен, вăй хураканĕ эпĕ мар, ăшăмри Турă ырăлăхĕ.

(11) Эпир пурте Ырă Хыпара пĕрешкел вĕрентетпĕр, эсир пурте çавна ĕнентĕр.

Вилнисем чĕрĕлесси

(12) Эпир сире Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă тесе вĕрентетпĕр пулсан, епле-ха сирĕнтен хăшĕ-пĕри вилнисем чĕрĕлмеççĕ теме хăять?

(13) Вилнисем чĕрĕлмеççĕ пулсан Христос та чĕрĕлмен пулать.

(14) Христос чĕрĕлсе тăман пулсан вара эпир вĕрентни те, эсир ĕненни те кăлăхах.

(15) Вилнисем чăнласах чĕрĕлмеççĕ пулсан эпир сире Турă çинчен суйса пĕлтернĕ пек пулать. Мĕншĕн тесен эпир чĕрĕлсе тăман Христоса Турă чĕртнĕ тесе çирĕплететпĕр.

(16) Вилнисем чĕрĕлмеççĕ пулсан Христос та чĕрĕлмен пулать.

(17) Христос чĕрĕлмен пулсан эсир ĕненни кăлăхах: эсир çылăхăрсенчен тасалман пулать.

(18) Эппин Христоса ĕненсе вилнисем те яланлăхах пĕтнĕ пулать.

(19) Христос пире хальхи пурăнăçра кăна шанчăк парать пулсан эпир этемсенчен чи телейсĕррисем пулăттăмăр.

(20) Анчах та Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă, Вăл – пирвайхи.

(21) Тĕнчене вилĕм этем урлă килнĕ пекех, чĕрĕлсе тăрасси те этем урлах.

(22) Адамран пулнисем пурте вилĕмлĕ пекех, Христоса ĕненекенсем пурте чĕрĕлĕхлĕ.

(23) Анчах та кашнин хăйĕн черечĕ: Христос вилнисенчен чи малтан чĕрĕлнĕ; Вăл тепре килсен вара Хăйĕннисене чĕртĕ.

(24) Мĕн пур пуçлăха, влаçа, вăй-хăвата пăрахăçласа, Христос Хăйĕн Патшалăхне Ашшĕне, Турра, парсан вара вĕçĕ çитĕ.

(25) Мĕншĕн тесен Унăн Хăйĕн тăшманĕсене ури айне тăвичченех патша пулмалла.

(26) Пуринчен кайран вара Вăл юлашки тăшманне – вилĕме – пĕтерĕ.

(27) Мĕншĕн тесен Турă пурне те Унăн умне ÿксе пăхăнмалла тунă. Пурне те Ăна пăхăнтарнă тенĕ пулин те, паллă ĕнтĕ, пурне те Унăн аллине панă Турă ку шута кĕмест.

(28) Пурне те Христоса пăхăнтарсан вара Ывăлĕ те пурне те Хăй аллине панă Турра пăхăнĕ, вара Турă пĕтĕмпех пурин ăшĕнче те пулĕ.

(29) Апла мар пулсан, вилнисемшĕн тĕне кĕрекенсем мĕншĕн çапла тăваççĕ-ха? Вилнисем чĕрĕлмеççĕ пулсан, вĕсемшĕн мĕн тĕне кĕмелли пур?

(30) Мĕншĕн эппин эпир те пĕрмаях хĕн-хур куратпăр?

(31) Эпĕ Иисус Христос Хуçамăр умĕнче сирĕнпе мăнаçланатăп. Çав мăнаçлăхпа тупа туса калатăп: эпĕ кашни кунах вилĕмпе куçа-куçăн.

(32) Этемле шухăшласа каласан, эпĕ Ефесра тискер кайăксемпе çапăçнин мĕн усси? Вилнисем чĕрĕлмеççĕ пулсан, атьр эппин çиер те ĕçер, ыран çавах вилмелле!

(33) Ан улталанăр: усал юлташсем ырă кăмăллă çынна та пăсаççĕ.

(34) Тăна кĕрĕр, йĕркеллĕ, çылăхсăр пурăнăр. Сире намăс пултăр та, анчах çакна калатăп: сирĕнтен хăшĕ-пĕри Турра пĕлмест.

Чĕрĕлнĕ ÿт-кÿлепе

(35) Хăшĕ-пĕри çапла ыйтĕ: «Вилнисем епле чĕрĕлсе тăрĕç? Вĕсем мĕнле ÿт-кÿлепеллĕ пулĕç?»

(36) Эй, ăссăрскер! Эсĕ мĕн акни хăй пĕтмесĕр чĕрĕлĕх памасть.

(37) Тулă е урăх тырă-пулă акнă чухне эсĕ ÿсен-тăран кÿлепине мар, çара пĕрчĕ акатăн.

(38) Кайран вара Турă ăна Хăй парас тенĕ пек кÿлепе парать, кашни вăрлăхăн – хăйĕн кÿлепи.

(39) Кÿлеписем вара тĕрлĕрен: этемĕн хăйне май, выльх-чĕрлĕхĕн хăйне май, пуллăн хăйне май, кайăк-кĕшĕкĕн хăйне май.

(40) Тÿпере те, çĕр çинче те кÿлепесем пур. Тÿперисен хăйсен чапĕ, çĕр çинчисен – хăйсен.

(41) Хĕвел хăйне май чаплă, уйăх хăйне май чаплă, çăлтăрсем хăйне май чаплă. Çăлтăрпала çăлтăр чапĕ те пĕр мар.

(42) Вилнисем чĕрĕлсе тăрасси те çавнашкалах. Çĕрекен ÿт çĕре кĕрет, çĕрми пулса чĕрĕлсе тăрать.

(43) Çĕр айне пытарни чапсăр, чĕрĕлсе тăраканни чаплă. Çĕр айне пытарни халсăр, чĕрĕлсе тăраканни хăватлă.

(44) Чунлă пулни çĕре кĕрет, чун-чĕмлĕ пуласси чĕрĕлсе тăрать. Чунлă ÿт-кÿлепе пур пулсассăн, эппин чун-чĕмли те пур.

(45) Çырнинче çапла каланă та: «Малтанхи этем, Адам, чĕрĕ чунлă пулса тăнă». Кайранхи Адам вара чĕрĕ тăвакан чун-чĕмлĕ.

(46) Анчах та малтан чун-чĕмли мар, чунли пулать. Кайран тин чун-чĕмли пулать.

(47) Малтанхи этем – çĕртен, тусантан пулнă, кайранхи вара – тÿперен аннă Хуçамăр.

(48) Тусантан пулнă малтанхи этем мĕнле, ыттисем те çавнашкал. Тÿперен анни мĕнле, ыттисем те çавнашкал.

(49) Эпир тусантан пулнин сăнарĕпе епле çÿренĕ, çавнашкалах тÿперен аннин сăнарĕпе çÿрĕпĕр.

(50) Анчах та, тăванăмсем, сире акă мĕн калам: ÿтпе юн Турă Патшалăхне кĕреймеççĕ, çĕрекенни çĕрмен çĕре кĕреймест.

(51) –

(52) Тата сире çак вăрттăнлăха пĕлтерем: эпир пуртех те вилместпĕр, анчах пурте улшăнатпăр. Улшăнасса вара пурте пĕр самантрах, юлашки труба сасси илтĕнсенех улшăнатпăр. Труба кăшкăртсан вара вилнисем çĕрми чĕрĕлсе тăрĕç, эпир улшăнăпăр.

(53) Мĕншĕн тесен çĕрекен ÿт-пĕвĕн çĕрми пулса тăмалла, вилĕмлĕ ÿт-пĕвĕн вилĕмсĕр пулса тăмалла.

(54) Çĕрекен ÿт-пÿ çĕрми пулсан, вилĕмлĕ ÿт-пÿ вилĕмсĕр пулсан вара Çырнинче: «Вилĕме тĕппипех çĕнтернĕ», – тени пурнăçланĕ.

(55) «Эй, вилĕм! Ăçта санăн сăнну? Эй, тамăк! Ăçта санăн çĕнтерĕвÿ?»

(56) Вилĕм сăнни – çылăх, çылăх вăйĕ вара саккунранах килет.

(57) Иисус Христос Хуçамăр урлă пире çĕнтерÿ панăшăн тавах Турра!

(58) Эй, савнă тăванăмсем! Ĕнтĕ çирĕп те иккĕленÿсĕр пулăр. Хуçамăр ĕçĕшĕн яланах пĕтĕм чуна парса тăрăшăр, эсир тăрăшни Хуçа Турă умĕнче усăсăр пулманнине пĕлсе тăрăр.

1 Коринфри 16

Чухăн ĕненекенсене пулăшасси

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16

(1) Чухăн ĕненекенсем валли пулăшу пуçтарнă чухне эпĕ Галатири ĕненекен ушкăнсене хушнă пек тăвăр.

(2) Эпĕ сирĕн патăра пырсан тин пуçтармалла ан пултăр тесен, сирĕнтен кашниех эрнен малтанхи кунĕнче хăй пултарнă таран уйăрса хурса упратăр.

(3) Эпĕ вара, пырсассăн, пухнă пулăшăва Иерусалима леçме хăвăр суйласа илнĕ çынсене хут çырса парса ярăп.

(4) Хамăн та каймалла пулсассăн вĕсем манпа пырĕç.

Çул çÿреме палăртса хуни

(5) Македони тăрăхĕсенче çÿресе çавăрăнсассăн вара сирĕн патăра çитĕп, мĕншĕн тесен эпĕ Македони урлă пыма шухăшлатăп.

(6) Пĕр вăхăт эпĕ сирĕн патăрта пурăнасшăн, тен, хĕл каçăп та, кайран вара эсир мана каяс çĕре ăсатса ярăр.

(7) Хальхинче эпĕ сирĕнпе çула май кăна курнăçасшăн мар, Хуçа Турă пулăшсан, сирĕн патăрта пĕр вăхăт пурăнасса шанатăп.

(8) Ефесра вара эпĕ Аллăмĕш кун уявĕччен пулăп.

(9) Турăшăн тăрăшса ĕçлемешкĕн кунта лайăх майсем уçăлчĕç, тăшмансем те нумай.

(10) Тимофей сирĕн патăра çитсессĕн унăн нимрен те хăраса пурăнмалла ан пултăрччĕ тесе тăрăшăр. Хуçамăр ĕçĕшĕн вăл манашкалах çунать.

(11) Çавăнпа та сирĕн хушшăрта ун çине çÿлтен пăхакан ан пултăр. Ман патăма тавăрăнмашкăн ăна эсир кăмăллăн çула пуçтарăр. Эпĕ ăна кунта ĕненекен тăванăмсемпе пĕрле кĕтетĕп.

(12) Аполлос тăванăмăр пирки вара çакна каламалла: сирĕн патăра ытти тăвансемпе пĕрле пыма эпĕ ăна питĕ тархасларăм, анчах та вăл халь пыма кăмăл тумарĕ. Майлăрах вăхăт тупăнсассăн пырĕ.

Çыру вĕçĕнче ыйтни. Саламсем

(13) Сыхă тăрăр, ĕненÿре çирĕп пулăр, паттăр та вăйлă пулăр.

(14) Мĕн тунине йăлтах юратса тăвăр.

(15) Эй, тăвансем! Манăн сирĕнтен акă мĕн пирки ыйтмалли пур. Эсир Стефан кил-йышне, вĕсем Ахаияри малтанхи ĕненекенсем пулнине пĕлетĕр. Вĕсем ĕненекенсемшĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.

(16) Эсир çав малтанхи ĕненекенсемпе сăпайлă пулăр, Турăшăн тăрăшса ĕçлекенсене тата пулăшакансене пурне те хисеплĕр.

(17) Стефан, Фортунат тата Ахаик кунта килсе çитни мана савăнтарчĕ, хам сирĕнпе пулманни те ытлах сисĕнмест.

(18) Вĕсем ман чунăма та, сирĕн чунăра та лăплантарчĕç. Ун пек çынсене хисеплĕр.

(19) Аси тăрăхĕнчи ĕненекен ушкăнсем сире салам яраççĕ. Уйрăммăнах сире Акилăпа Прискилла тата вĕсем патĕнче пухăнакан ĕненекен ушкăнрисем Хуçа Турă ячĕпе салам калаççĕ.

(20) Мĕн пур ĕненекен тăвансенчен сире салам. Эсир те пĕр-пĕрне сăваплăн, тăванла чуптуса саламлăр.

(21) Куна хамăн аллăмпах çыратăп: эпĕ, Павел, сире салам яратăп.

(22) Иисус Христос Хуçамăра юратман çынсене вара ылхан пултăр. Килсемччĕ, Хуçамăр!

(23) Сире Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕ пултăр.

(24) Эпĕ сире, Христос Иисуса ĕненекенсене, пурне те юрататăп. Аминь.

Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Advertisements

Павел Коринфрисене Янă Пĕрремĕш Çыру” çине 7 шухăш

  1. […] Тăвансем! Ирод патша ахаљ ђухне Іоанн пророка хисепленĕ. Іоанн пророк вĕрентнине итлесе, усал ĕçсем тăвасран сыхланнă. Анђах кайран, ерех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ те, Іоанн пророк пуçне кастарнă. Ирод ерех ĕçсе ÿсĕрĕлмен пулсан, тен, çав хăрушă ĕçе туман та пулĕђђĕ. Çавăн пекех пирĕн хушшăмăрта та ĕçкĕ пирки йĕркесĕр, усал ĕçсем пит нумай пулаççĕ. Урă ђухне çын усал ĕçе хăйса тытăнма хăрат̌, ÿсĕрĕлсен нимĕнрен те хăрамаст̌. Мĕнле хăрушă, йывăр çылăх пулсан та тăват̌: тÿррипе каласан, пур закона хирĕç ĕçсем пулаççĕ: çынна вĕлересси, çын йапалине вăрласси, аскăн ĕç тăвасси, вăрçса-çапăçасси, сутлашасси, пур те ĕçкĕ пирки пулат̌. Ĕçкĕпе мĕн ђухлĕ çылăхлă ĕçсем пулнине каласа та пĕтерме çук. Ĕçке йернĕ çыннăн кăмăлĕ пăсăлат̌. Ырăпа усала пĕлми пулат̌. Пĕр сăлтавсăрах çынпа вăрçма тытăнат̌. Хăй çинђен пĕтĕм çынна сивĕтет. Çапла хăйĕн Турă йевĕрлĕ тĕсне пăсса выљăх йевĕрлĕ тăват̌. Ĕçке йернĕ çын хăйĕн сывлăхне вăхăтсăрах пĕтерет. Тата нумайĕшĕ ерех ĕçсех вилеççĕ. Пуринђен ытларах ерех ĕçекен çын хăй ђунне сийен кÿрет. Вăл хăйĕн ђунне йепле çăласси çинђен шухăшлама пĕлмест; ђиркĕвĕ çÿремест; Турра пĕтĕмпех манат̌. Çавăнпа святой Павел апостол калат̌: „ÿсĕртекен йапалана ан ĕçĕр, вăл етем ăсне пăсат̌“, тет (Ефес. 5, 18). Тата тепĕр çĕрте калат̌: „ерех ĕçекенсем (ÿссĕрсем) Турă патшалăхне кĕреймĕç“, тет (1 Коринѳ. 6, 10). […]

    Like

  2. […] Тăвансем! Ирод патша ахаљ ђухне Іоанн пророка хисепленĕ. Іоанн пророк вĕрентнине итлесе, усал ĕçсем тăвасран сыхланнă. Анђах кайран, ерех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ те, Іоанн пророк пуçне кастарнă. Ирод ерех ĕçсе ÿсĕрĕлмен пулсан, тен, çав хăрушă ĕçе туман та пулĕђђĕ. Çавăн пекех пирĕн хушшăмăрта та ĕçкĕ пирки йĕркесĕр, усал ĕçсем пит нумай пулаççĕ. Урă ђухне çын усал ĕçе хăйса тытăнма хăрат̌, ÿсĕрĕлсен нимĕнрен те хăрамаст̌. Мĕнле хăрушă, йывăр çылăх пулсан та тăват̌: тÿррипе каласан, пур закона хирĕç ĕçсем пулаççĕ: çынна вĕлересси, çын йапалине вăрласси, аскăн ĕç тăвасси, вăрçса-çапăçасси, сутлашасси, пур те ĕçкĕ пирки пулат̌. Ĕçкĕпе мĕн ђухлĕ çылăхлă ĕçсем пулнине каласа та пĕтерме çук. Ĕçке йернĕ çыннăн кăмăлĕ пăсăлат̌. Ырăпа усала пĕлми пулат̌. Пĕр сăлтавсăрах çынпа вăрçма тытăнат̌. Хăй çинђен пĕтĕм çынна сивĕтет. Çапла хăйĕн Турă йевĕрлĕ тĕсне пăсса выљăх йевĕрлĕ тăват̌. Ĕçке йернĕ çын хăйĕн сывлăхне вăхăтсăрах пĕтерет. Тата нумайĕшĕ ерех ĕçсех вилеççĕ. Пуринђен ытларах ерех ĕçекен çын хăй ђунне сийен кÿрет. Вăл хăйĕн ђунне йепле çăласси çинђен шухăшлама пĕлмест; ђиркĕвĕ çÿремест; Турра пĕтĕмпех манат̌. Çавăнпа святой Павел апостол калат̌: „ÿсĕртекен йапалана ан ĕçĕр, вăл етем ăсне пăсат̌“, тет (Ефес. 5, 18). Тата тепĕр çĕрте калат̌: „ерех ĕçекенсем (ÿссĕрсем) Турă патшалăхне кĕреймĕç“, тет (1 Коринѳ. 6, 10). […]

    Like

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.