Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Сăваплă Павел Апостолăн Колоссă Çыннисене Янă Çырăвĕ
Колоссăри 1
Саламлани
(1) Турă ирĕкĕпе Иисус Христос апостолĕ пулма тивĕçнĕ Павелран тата Тимофей тăванăмăртан –
(2) Колоссăри сăваплă тата Иисус Христоспа пĕрлĕхлĕ шанчăклă тăвансене.
(3) Сире Атте Туррăмăртан тата Иисус Христос Хуçамăртан ырăлăхпа канăçлăх пултăр.
Колоссăри ĕненекенсемшĕн Турра тав туни
Сирĕншĕн кĕлĕ тунă чухне эпир Турра, Иисус Христос Хуçамăрăн Ашшĕне, яланах тав тăватпăр.
(4) Мĕншĕн тесен эсир Христос Иисуса ĕненни çинчен, ытти ĕненекенсене юратни çинчен эпир илтрĕмĕр.
(5) –
(6) Хăвăр валли тÿпере хатĕрленине эсир шанчăкпа кĕтетĕр. Мĕн хатĕрлени çинчен вара эсир чи малтан чăнлăх сăмахне – хăвăр патăра çитнĕ Ырă Хыпара – илтсессĕн пĕлтĕр. Турă ырăлăхне чăннипех те пĕлнĕ кунран пуçласа çав сăмах, пĕтĕм тĕнчери пекех, сирĕн патăрта та сарăлса пырать, хăйĕн çимĕçне парать.
(7) Ун çинчен эсир ĕçĕмĕрти юратнă юлташран, сире пулăшакан шанчăклă Христос тарçинчен Епафрасран пĕлтĕр.
(8) Святой Сывлăш сире панă юратулăх çинчен вăл пире те каласа кăтартрĕ.
Христос аслăлăхĕ тата ĕçĕ
(9) Çавăнпа та, сирĕн çинчен илтнĕ кунран пуçласах, эпир сирĕншĕн Турра кĕлтăватпăр, тархаслатпăр. Турă ирĕкне сирĕн мĕн пур спа ăнланса, чун-чĕмпе ăнкарса тĕппипех пĕлмелле пултăрччĕ тетпĕр.
(10) Сирĕн Турра тивĕçлĕ, пур тĕлĕшрен те Ăна юрăхлă пурăнмалла пултăрччĕ тесе кĕлтăватпăр. Кирек епле ырă ĕçĕр те тухăçлă пултăрччĕ, Турра пĕлесси ÿссех пытăрччĕ.
(11) Хăйĕн хăватлă мухтавĕпе Вăл сире, тĕрлĕ вăй-халпа çирĕплетсе, пурне те тÿссе ирттермешкĕн чăтăмлăх патăрччĕ.
(12) Çутăлăхри Хăйĕн еткерне, сăваплисен еткерне, илмешкĕн пире те пая кĕртнĕшĕн савăнса Атте Турра тав тăвар.
(13) Вăл пире, тĕттĕмлĕх аллинчен хăтарса, Хăйĕн юратнă Ывăлĕн Патшалăхне илсе кĕнĕ.
(14) Ывăлĕ пире Хăйĕн Юнĕпе тÿлесе илнĕ, пирĕн çылăхсене каçармалла тунă.
(15) Вăл – курăнман Туррăн сăнарĕ, Вăл мĕн пур чĕрĕ чуна пултаричченех пулнă.
(16) Мĕншĕн тесен пĕтĕмпех Ун урлă пултарнă. Пĕлĕт çинчине те, çĕр çинчине те, курăнаканнине те, курăнманнине те: çÿлти престолпа хăватсене, пуçлăхсемпе влаçсене – пурне те Ун урлă тата Уншăн пултарнă.
(17) Вăл пуринчен малтанах пур, пурне те Вăл тытса тăрать.
(18) Вăл – Чиркÿ ÿт-пĕвĕн пуçĕ. Вăл – пуçламăшĕ; пур тĕлĕшĕнчен те малта пулмашкăн чĕрĕлсе тăнисенчен пĕрремĕшĕ.
(19) Мĕншĕн тесен Ашшĕ мĕн пур туллилĕх Унра пултăр тенĕ,
(20) хĕрес çинче Вăл юхтарнă Юн урлă çĕр çинчипе тÿперине çураçтарса, Ун урлă пурне те Хăйĕнпе килĕштерес тенĕ.
(21) Тахçан эсир те шухăш-кăмăлпа Турăран ютшăнса, Унăн тăшманĕсем пулса пурăнаттăрччĕ; ĕçĕрсем те сирĕн усалччĕ.
(22) Халĕ вара, Христос Ÿт-пĕвĕ урлă, Унăн вилĕмĕ урлă Турă сире Хăйĕнпе çураçтарнă. Çакна Вăл сире Хăйĕн умне сăваплă та таса, айăпсăр тăратасчĕ тесе тунă.
(23) Турă умне çапла тăрас тесен сирĕн, паллах, çирĕп те иккĕленÿсĕр ĕненмелле, Ырă Хыпар паракан шанчăка çухатмалла мар. Эсир Ырă Хыпара илтнĕ, ăна çĕр çинче пурăнакансене пурне те пĕлтернĕ. Эпĕ те, Павел, Ырă Хыпар тарçи пулса тăтăм.
Чиркÿшĕн ĕçлесе тăни
(24) Халĕ эпĕ сирĕншĕн асап курнăран савăнатăп кăна. Христос Чиркÿшĕн – Хăйĕн Ÿт-пĕвĕшĕн – асап курнă. Асап виçине тултарас тесе, эпĕ Христос асапĕ çумне хамăн ÿт-пĕвĕм асапне хушатăп.
(25) Турă шухăшне пурнăçламашкăн – хама сирĕншĕн шанса панă Турă сăмахне пĕлтерсе çитермешкĕн – эпĕ Чиркÿшĕн ĕçлекен çын пулса тăтăм.
(26) Турă шухăшĕ ĕмĕртен ĕмĕре, руран ăрăва вăрттăнлăх пулса упраннă, халĕ вара Ăна ĕненекенсемшĕн вăл уçăлнă.
(27) Турă Хăйĕн çыннисене çав вăрттăнлăх ытти халăхсемшĕн мĕн тери чаплă пуянлăх пулнине уçса пама кăмăл тунă. Вăрттăнлăхĕ вара – мухтавне шантаракан хăвăр ăшăрти Христос.
(28) Эпир Христос çинчен пĕлтеретпĕр, кашни çынна тĕрлĕ ăс парса ăнлантаратпăр, ÿкĕтлетпĕр. Çакна эпир кирек епле çынна та Христоса ĕнентерсе Турă умне пĕр кăлтăксăр тăратас тесе тăватпăр.
(29) Çавăншăн эпĕ Унăн хăвачĕпе ĕçлетĕп те, кĕрешетĕп те, Унăн хăвачĕ манра вăйлăн тапса тăрать.
Колоссăри 2
(1) Сирĕншĕн тата Лаодикири, Иерапольти тăвансемшĕн, тата мана курман-пĕлмен мĕн пур ĕненекенсемшĕн хам епле паттăррăн кĕрешнине манăн сире пĕлтерес килет.
(2) Вĕсен чĕрисем чи паха ăнланулăхпа пуянланма тата Атте Турăпа Христос вăрттăнлăхне пĕлме юратулăхпа пĕрлешчĕр тесе, эпĕ вĕсене хастарлатма тăрăшатăп.
(3) Мĕншĕн тесен ăслăлăхпа пĕлĕвĕн мĕн пур пуянлăхĕ – Христосра.
(4) Çакна эпĕ сире суя сăмаха чăн туса вĕрентекенсем пĕри те ан улталайччăр тесе калатăп.
(5) Кĕлеткемпе сирĕнпе мар пулин те, чунăмпа эпĕ сирĕнпех: эсир пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннишĕн, Христоса çирĕп ĕненнишĕн питĕ хĕпĕртетĕп.
Христоспа пĕрлĕхлĕ çĕнĕ пурăнăç туллилĕхĕ
(6) Çавăнпа та, эсир Христос Иисус Хуçамăра ĕнентĕр пулсан, малалла та Унпа пĕрлĕхлĕн пурăнăр.
(7) Тымар ярса Унпа тĕрекленĕр, хăвăра вĕрентнĕ ĕненÿпе çирĕпленĕр, Турра тав тусах тăрăр.
(8) Эй, тăвансем! Философиленсе, улталаса пустуй япаласем çинчен вĕрентекенсенчен асăрханăр. Вĕсем Христос хыççăн мар, этем юмах-халапĕсемпе шухăш варкăшĕсем хыççăн каяççĕ.
(9) Тĕрĕссипе вара Унра, ÿтленсе килнĕскерте, Туррăн пĕтĕм туллилĕхĕ пур.
(10) Унпа пĕрлĕхлĕ пулнăран кăна эсир те пурăнăç туллилĕхне илтĕр. Вăл – çÿлти пуçлăхсемпе влаçсен пуçĕ.
(11) Унпа пĕрлĕхлĕ пулнине эсир ÿт кастарса палăртнă, анчах та сирĕн ÿтĕре этем аллипе касман. Сире Христос ÿт каснăран эсир çылăхлă ÿт-пÿ хăвăрпа хуçаланнинчен хăтăлтăр.
(12) Эсир тĕне кĕрсе Христоспа пĕрлех вилнĕ, Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратнă Турă хăватне ĕненсе Христоспа пĕрлех чĕрĕлнĕ.
(13) Çылăхăрсене пула, ÿт кастарманнине пула эсир те вилĕччĕ. Анчах та Турă, сирĕн çылăхсене каçарса, сире те Унпа пĕрле чĕртнĕ.
(14) Эпир те, ÿт кастарнисем, саккун тăрăх парăмлăччĕ. Çав парăм хучĕ тăрăх пирĕн мĕн-мĕн тумаллине чĕрсе пăрахса, хутне хĕрес çине çапса, Христос Хăйĕн асапĕпе пирĕн парăма пĕтернĕ.
(15) Çапла Вăл тĕттĕмлĕх пуçлăхĕсемпе влаçĕсен вăйне Хăйĕн хăвачĕпе пĕтерсе чаплăн çĕнтернĕ, вĕсенчен тĕнче кулли тунă.
(16) Эппин сире ĕçме-çимене тиркеменшĕн е иудейсен уявне, çĕнĕ уйăхне, шăмат кунне тытса пыманшăн никам та ан ÿпкелештĕр.
(17) Мĕншĕн тесен çаксем йăлтах – килмеллин мĕлки çеç пулнă, килмелли – Христос – халĕ Хăй кунта.
(18) Эсир çĕнсе илнĕ парнене хăйсене хăйсем мĕскĕн пек кăтартса, ангелсене пуççапса киленекен, хăйсем курманнине тĕпчекен çынсем туртса ан илейччĕр. Хăйсен ăсĕпе сăлтавсăрах мухтанма юратаççĕ пулин те, ăсĕ вĕсен – çĕр çинчиллех.
(19) Вĕсем пуçа пăхăнмаççĕ. Пуç йĕркелесе пынипе вара, шăмă сыпписемпе тата шăнăрсемпе пĕтĕçсе, пĕтĕм ÿт-пÿ Турă палăртнă пек аталанать.
(20) Çапла вара, эсир Христоспа пĕрле вилнĕ, этемĕн шухăш варкăшĕсенчен хăпнă. Мĕншĕн-ха эппин, çак тĕнче çыннисем пек, авалхи йĕркесене пăхăнатăр?
(21) «Ăна ан сĕртĕн», «куна ан çи», «çавна ан тĕкĕн», – тенине итлетĕр?
(22) Çав чарнă ĕçме-çиме вăл хырăмра çĕрмелли япала кăна-çке! Эппин, йăли-йĕрки те, вĕрентĕвĕ те – этем шухăшласа кăларнăскерсем анчах.
(23) Вăл вĕрентÿсем çиелтен кăна ăслăн курăнаççĕ. Тĕрĕссипе, хăй ирĕкне Турă ирĕкĕ тени те, хăйне мĕскĕн пек кăтартса, ÿт-пĕвне хавшатса йăпанни те çылăхлă кăмăл хыççăн кайниех.
Колоссăри 3
(1) Çапла вара, Христоспа пĕрле вилĕмрен чĕрĕлтĕр пулсан, тÿпенелле ăнтăлăр. Унта, Туррăн сылтăм енче, Христос ларать.
(2) Çĕр çинчи пирки мар, çÿлти çинчен шухăшлăр.
(3) Мĕншĕн тесен çĕр çинчи çылăхлă пурăнăçшăн эсир вилĕ, сирĕн пулас пурăнăçăр Турăпа юнашар ларакан Христоспа пĕрле упранать.
(4) Сирĕн пурăнăçăр – Христос. Вăл тепре килсессĕн эсир те Унпа пĕрле мухтавлă пулăр.
(5) Эппин çĕр çинчи кăмăл-туйăмсене: аскăнлăха, ирсĕрлĕхе, путсĕр кăмăл туртăмне, киревсĕр ĕмĕтсене, çăткăнлăха – пăрахăр. Çăткăнлăх вăл кĕлеткесене пуççапнипе пĕрех.
(6) Çавăн пек кăмăл-туйăмлисене, Турра хирĕççисене, Турă çилли çитет.
(7) Тахçан, вĕсемпе пĕрле пурăннă чухне, эсир хăвăр та çавнашкал кăмăл-туйăм хыççăн каятăрччĕ.
(8) Халĕ çавсене йăлтах: тарăхăва, çилле, хаярлăха – пăрахăр. Сирĕн чĕлхе-çăвартан хурласа калаçни, усал сăмах ан тухтăр.
(9) Пĕр-пĕрне ан суйăр, мĕншĕн тесен эсир кивĕ çынна унăн мĕн пур ĕçĕ-пуçĕпех хăвăр çинчен кивĕ тумтир пек хывса пăрахрăр,
(10) çĕннине тăхăнтăр. Турра пĕлес тесе эсир çĕнелсе, хăвăра Пултаракан евĕрлĕ пулса пыратăр,
(11) çавăнпа грек та, иудей та, ÿт кастарни те, ÿт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирĕкли те çук. Христос кăна пур; Вăл – пĕтĕмпех, Вăл – пуринче те.
(12) Çапла вара, эсир Турă суйласа илнисем пулсассăн, Унăн сăваплă та юратнă çыннисем пулсассăн, çĕнĕ тумтир тăхăнăр. Çĕнни тени çакă пултăр: хĕрхенÿ, ырăлăх, лăпкăлăх, йăвашлăх, тÿсĕмлĕх.
(13) Пĕр-пĕринпе кăмăллă пулăр, пĕр-пĕрин хушшинче кÿренмелли тупăнсан, каçарăр. Христос сире каçарнă, эсир те çапла тăвăр.
(14) Çак çĕнĕ тум çинчен юратулăх пиçиххине çыхăр. Мĕншĕн тесен пĕтĕмпех çыхăнтарса тăраканни, пĕр кăлтăксăр тăваканни – юратулăх.
(15) Сире пĕр ÿт-пÿ пулса канăçлă пурăнма чĕнсе илнĕ. Чĕрĕрсенче Турă канăçлăхĕ хуçалантăр, кăмăлăрсем пархатарлă пулччăр.
(16) Христос сăмахĕ сирĕн ăшăрта туллин тăтăр. Пĕр-пĕрне псалом, мухтав юрри, кĕлĕ юрри сăмахĕсемпе ăслăн ÿкĕтлĕр. Пĕтĕм чĕререн Хуçа Турра тав туса юрлăр.
(17) Эсир кирек мĕн тусан та, кирек мĕн каласан та – пĕтĕмпех Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе тăвăр, Ун урлă Атте Турра тав тăвăр.
Пĕрлехи çĕнĕ пурăнăçри тивĕçсем
(18) Эй, арăмсем! Упăшкăрсене пăхăнăр, çакă сирĕн Хуçа Турă умĕнчи тивĕçĕр.
(19) Эсир те, упăшкисем, арăмăрсене юратăр, вĕсемпе кăра ан пулăр.
(20) Эй, ачасем! Аçăр-аннĕре пур тĕлĕшĕнчен те итлĕр, çакă Хуçа Турра юрăхлă.
(21) Эй, ашшĕсем! Ачăрсен ĕмĕтне татас мар тесен, вĕсене пули-пулми ан тарăхтарăр.
(22) Эй, чурасем! Çĕр çинчи хуçăрсене пур тĕлĕшĕнчен те пăхăнăр. Йапăлтисем пек вĕсене куç умĕнче юрас тесе кăна мар, Турăран хăраса, пĕтĕм чĕререн тăрăшăр.
(23) Хăвăр мĕн тунине йăлтах çыншăн мар, Хуçа Турăшăн тунă пек пĕтĕм чун-чĕререн тăвăр.
(24) Турă сире Хăйĕн еткерне парасса эсир пĕлетĕр, мĕншĕн тесен Христос Хуçамăршăн тăрăшатăр.
(25) Кам та кам усал тăвать, ăна хăйне те усалпа тавăрса парĕç, мĕншĕн тесен Турăшăн пур çын та пĕрех.
Колоссăри 4
(1) Эй, хуçасем! Чурăрсемпе тĕрĕс те тÿрĕ пулăр. Çакна астусах тăрăр: сирĕн те тÿпере Хуçăр пур.
Чĕнсе каланисем
(2) Турра ялан кĕлтăвăр; тимлесе, тав туса кĕлтăвăр.
(3) Пирĕншĕн те кĕлтăвăр: Турă пире Христосăн вăрттăн чăнлăхĕ çинчен Хăйĕн сăмахне вĕрентмешкĕн çул уçса патăрччĕ. Христос çинчен вĕрентнĕшĕн эпĕ тĕрмере ларатăп та.
(4) Ÿкĕт сăмахĕсене манăн кирлĕ пек вĕрентмелле пултăрччĕ тесе кĕлтăвăр.
(5) Ĕненменнисемпе хутшăнни сая ан кайтăр тесен, хăвăра ăслă-тăнлă тыткалăр.
(6) Кашнинех кирлĕ пек хурав памашкăн сăмахăр яланах кăмăллă та вырăнлă пултăр.
Çыру вĕçĕнчи саламсем
(7) Ман çинчен сире ĕненÿри юратнă тăванăмăр, Хуçамăрăн шанчăклă тарçи, ĕçри юлташăм Тихик каласа парĕ.
(8) Эсир мĕнле пурăннине пĕлме, сире хавхалантарма эпĕ ăна сирĕн пата ятăм.
(9) Унпа пĕрле тата Турра чунтан парăннă, ĕненÿри юратнă тăванăмăра Онисима ятăм. Вăл сирĕн хушшăртан тухнăскерех. Вĕсем сире кунти ĕç-пуç çинчен каласа кăтартĕç.
(10) Манпа пĕрле тĕрмере ларакан Аристарх тата Варнавăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ Марк сире салам яраççĕ. (Хăвăр патăра пырсассăн Марка хапăлласа йышăнăр тесе сире хушнăччĕ ĕнтĕ.)
(11) Тата сире Иуст текен Иисус та салам калать. Иудейсенчен çавсем кăна Турă Патшалăхĕшĕн манпа пĕрле ĕçлесе тăчĕç, маншăн чун уççи пулчĕç.
(12) Сире тата Иисус Христос чури, хăвăр хушшăртан тухнă Епафрас саламлать. Сирĕн пĕр кăлтăксăр ĕненсе çирĕп тăмалла пултăрччĕ, Турра юрăхлине пĕтĕмпех туса пурăнмалла пултăрччĕ тесе вăл тăтăшах хĕрÿллĕн кĕлтăвать.
(13) Вăл сирĕншĕн тата Лаодикипе Иерапольти ĕненекенсемшĕн питĕ тăрăшнине эпĕ çирĕплетсех калама пултаратăп.
(14) Пирĕн савнă тухтăр Лука тата Димас сире салам яраççĕ.
(15) Лаодикири ĕненекен тăвансене, Нимфана тата ун килĕнче пуçтарăнакан ĕненекен ушкăнрисене пирĕнтен салам калăр.
(16) Çак çырăва хăвăр вуласа тухсассăн ăна Лаодикири ĕненекен ушкăнрисене вулаттарăр. Хăвăр вара эпир Лаодикине çырса янине илсе вулăр.
(17) Архипа çакна калăр: «Асту, Хуçа Турă сана Хăйшĕн ĕçлесе тăма суйласа илнĕ, çав ĕçе лайăх ту».
(18) Çак салам сăмахĕсене эпĕ, Павел, хам аллăмпах çыратăп. Эпĕ тĕрмере ларнине асра тытăр. Сире пурне те Турă ырăлăхĕ пултăр. Аминь.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓