Павел Галатирисене Янă Çыру


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Сăваплă Павел Апостолăн Галати Çыннисене Янă Çырăвĕ

Галатири 1

Саламлани

(1) Çын кăмăлĕпе те, этем ирĕкĕпе те мар, Иисус Христоспа Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратнă Атте Турă суйласа илнипе апостола тухнă Павелран

(2) тата кунта манпа пĕрлехи мĕн пур ĕненекен тăванăмăрсенчен – Галатири ĕненекен ушкăнсене.

(3) Сире Атте Туррăмăрпа Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕпе канăçлăхĕ пултăр.

(4) Пире çак тĕнче усаллăхĕнчен хăтарас тесе Иисус Христос пирĕн çылăхсемшĕн Атте Туррăмăр ирĕкĕпе Хăйĕн пурăнăçне панă.

(5) Турă ĕмĕр-ĕмĕр мухтавлă пултăр. Аминь.

Урăхла Ырă Хыпар çук

(6) Эсир хăвăра Христос ырăлăхĕпе чĕнсе илекентен пăрăнса ырă хыпар текен урăхла вĕрентÿ хыççăн ытла та час кайнинчен эпĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп.

(7) Анчах та урăхла Ырă Хыпар çук! Сире иккĕлентерсе ярса Христосăн Ырă Хыпарне пăсас текен çынсем кăна пур.

(8) Сире кам та пулин эпир маларах вĕрентнинчен урăхларах вĕрентес пулсассăн – çапла вĕрентекенĕ хăть эпир пулар, хăть тÿперен аннă ангел пултăр – ылхан çиттĕр ăна!

(9) Эпир сире малтан пĕрре каланăччĕ, халĕ татах тепре калам: хăвăр йышăннă Ырă Хыпара мар, урăхлине вĕрентекене ылхан пултăр.

(10) Халĕ эпĕ этем кăмăлне е Турă кăмăлне юрасшăн тăрăшатăп-ши? Тен, эпĕ çынсене юрас тесе тăрăшатăп? Эпĕ халиччен çынсене юрас тесе пурăннă пулсан Христос чури пулмăттăм.

Павел хăй апостола епле тухни çинчен калани

(11) Эй, тăвансем, сире хыпарлатăп: эпĕ сире вĕрентнĕ Ырă Хыпар этемĕн мар.

(12) Эпĕ ăна этемрен илтмен, этемрен вĕренмен, ăна мана Иисус Христос Хăй пĕлтернĕ.

(13) Эпĕ иудей тĕнне тытса тăнă чухне еплерех пурăнни çинчен эсир илтнĕ ĕнтĕ: эпĕ, Туррăн Чиркĕвне пĕтерес тесе, ĕненекенсене хаяррăн хĕсĕрлеттĕм.

(14) Аттемĕрсенчен юлнă йăла-йĕркесемшĕн эпĕ виçесĕр тăрăшаттăм, хамăр иудей тĕнĕшĕн ман пек çунаканни тантăшсем хушшинче те урăх çукчĕ.

(15) –

(16) Анчах та ырă кăмăллă Турă мана аннем варĕнчех суйласа илнĕ пулнă. Турă мана Хăйĕн Ывăлĕ камне уçса пачĕ, чăн Турра пĕлмен халăхсене Ывăлĕ çинчен Ырă Хыпар пĕлтерсе çÿреме мана Хăйĕн ырăлăхĕпе чĕнсе илчĕ. Ун чухне те эпĕ этемсенчен ăс ыйтма васкамарăм,

(17) хамран маларах апостола тухнисем патне Иерусалима та каймарăм. Эпĕ тÿрех Аравине кайрăм, унтан каллех Дамаска тавăрăнтăм.

(18) Кайран, тепĕр виçĕ çултан, эпĕ Петрпа тĕл пулма Иерусалима кайрăм, ун патĕнче икĕ эрнене яхăн пурăнтăм.

(19) Хуçамăрăн тăванĕ Иаковсăр пуçне эпĕ пĕр апостолпа та курса калаçман.

(20) Турă умĕнче калатăп: сирĕн пата çырнинче суеçтерни çук.

(21) Унтан эпĕ Сирипе Килики çĕрĕсене кайрăм.

(22) Иудейăра, Христоса ĕненекен ушкăнсенче, мана никам та палламастчĕ.

(23) Вĕсем хăйсене малтан хĕсĕрлекен, ĕненĕве пĕтерес текен çын халĕ хăй çав тĕне вĕрентсе çÿрет тенине кăна илтнĕ.

(24) Вара вĕсем Турра маншăн мухтанă.

Галатири 2

Ытти апостолсем Павела хăйсен йышне илни

(1) Унтан, вун тăватă çул иртсен, эпĕ Варнавăпа каллех Иерусалима кайрăм. Хамăрпа пĕрле эпир Тита та илтĕмĕр.

(2) Каясса эпĕ Турă уçса панипе кайрăм. Вара унта ĕненекенсене, уйрăмах ятлă-сумлисене, хам ытти халăхсене ÿкĕтлесе вĕрентекен Ырă Хыпар çинчен каласа патăм. Çакна эпĕ хам тăрăшни харам пулмарĕ-ши тесе турăм.

(3) Вара вĕсем манпа пĕрле пынă Тита та, вăл грек пулин те, ÿт кастарма хистемерĕç.

(4) Пирĕн хушшăмăрта вăрттăн йĕрлекен, тăвансем пек курăнма тăрăшакан сăнавçăсем те пулчĕç. Вĕсем Иисус Христоса ĕненнипе тупнă ирĕкĕмĕр пирки вăрттăн пĕлсе пире пăхăнтарасшăн пулнă.

(5) Анчах та эпир, Ырă Хыпар чăнлăхне сирĕн валли упраса хăварас тесе, вĕсен сăмахĕсемпе килĕшмерĕмĕр, вĕсене кăшт та парăнмарăмăр.

(6) Ятлă-сумлă ĕненекенсем пирки вара çакна каламалла: вĕсем ĕлĕкрех тем тери чаплă пулнă пулсан та – маншăн пурпĕрех. Турă çынна кам пулнине кура хакламасть. Вĕсем, ятлă-сумлисем, вĕрентĕвĕм çумне урăх нимĕн те хушма каламарĕç.

(7) Пачах та урăхла, Петра иудейсене вĕрентме епле Ырă Хыпар шанса панă, мана та çавнашкалах ытти халăхсене вĕрентме Ырă Хыпар шанса панине вĕсем куçкĕрет курчĕç.

(8) Мĕншĕн тесен Петра ÿт кастарнисем хушшинче вĕрентме пулăшакан Турă мана та ытти халăхсем хушшинче Ырă Хыпар пĕлтерсе çÿремешкĕн пулăшса пычĕ.

(9) Эпĕ Турă панă тивлетпе апостол тивĕçне туса тăнине пĕлсен, Иаков, Кифа тата Иоанн, тĕне тытса тăракан çак хисеплĕ улăпсем, Варнавăпа иксĕмĕре юлташла алă тытрĕç. Ку ĕнтĕ эпир ытти халăхсем патне каяс пирки, хăйсем вара ÿт кастарнисем патне каяс пирки килĕшсе татăлни пулчĕ.

(10) Пире вĕсем чухăнсене пулăшса тăма кăна хушрĕç, эпĕ çавна пурнăçласа пыма тăрăшрăм та.

Павел Петра ÿпкелени

(11) Петр Антиохие пырсан эпĕ ăна йăнăш çулпа кайнăран уççăнах хирĕçлеме пуçларăм.

(12) Мĕншĕн тесен Иаков янă çынсем килсе çитиччен вăл маларах урăх халăх çыннисемпе пĕрле ĕçсе çиетчĕ, анчах та вĕсем килсе çитсен иудейсенчен шикленнипе урăх халăх çыннисенчен ютшăнса-пăрăнса çÿре пуçларĕ.

(13) Ăна кура ытти иудейсем те хăйсене икĕ питлĕ тыткала пуçларĕç, çапла икĕпитленессинчен Варнава та хăтăлса юлаймарĕ.

(14) Эпĕ вара, вĕсем Ырă Хыпар чăнлăхĕн çулĕпе тÿрĕ пыманнине курсан, Петра пурин умĕнчех çапла каларăм: «Эсĕ иудей пуççăнах иудей йăли-йĕркипе мар, ытти халăхсен йăли-йĕркипе пурăнатăн пулсан, епле-ха тата ытти халăхсене иудей йăли-йĕркипе пурăнма хистетĕн?»

Ĕненĕве пула иудейсемпе ытти халăхсем çăлăнăç тупни

(15) «Эпир ытти халăхсенчен çуралнă çылăхлă çынсем мар, эпир иудей пулса çуралнă.

(16) Çапах та çын саккун хушнине пурнăçласа пынипе Турă умĕнче тÿрре тухаймасса, Иисус Христоса ĕненнипе çеç тÿрре тухасса пĕлсен, эпир те Христос Иисуса ĕнентĕмĕр. Ĕнтĕ эпир саккун хушнине туса мар, Христоса ĕненнипе тÿрре тухса пыратпăр, мĕншĕн тесен саккун хушнине пурнăçласа пынипе пĕр çын та тÿрре тухас çук.

(17) Енчен те эпир хамăр та, Христоспа пĕр пулса тÿрре тухма тăрăшаканскерсем, çылăхлă пулсан, Христос çылăхшăн ĕçлесе тăракан пулса тухать-и вараПаллах, апла мар.

(18) Енчен те эпĕ хам пăснине çĕнĕрен тăватăп пулсан, эппин мана айăпламалла.

(19) Турăшăн пурăнас тенипе манăн саккуна пăсма тивет. Çапла вара, саккун тăрăхах эпĕ саккуншăн вилнĕ пулса тухать. Эпĕ те Христоспа пĕрлех пăталаннă,

(20) ĕнтĕ эпĕ хам пурăнмастăп, ман чунăмри Христос пурăнать. Эпĕ халĕ ÿтлĕ-пÿллĕ пурăнатăп пулсан, Турă Ывăлне ĕненнипе кăна пурăнатăп: Вăл, мана юратса, Хăйне Хăй маншăн вилĕме панă.

(21) Эпĕ Турă ырăлăхне йышăнмастăп теместĕп. Енчен те Турă умĕнче саккунпа тÿрре тухма пулать пулсан, эппин Христос кăлăхах вилнĕ пулать».

Галатири 3

Саккун тата ĕненÿ

(1) Эй, айван Галати çыннисем! Сире кам илĕртсе чăнлăхран пистерчĕ? Пталанă Иисус Христос çинчен сире куçăн курăнмалла пуличченех каласа кăтартманччĕ-и вара?

(2) Эпĕ сиртен çакна кăна ыйтса пĕлесшĕн: эсир Святой Сывлăша саккуна тытса пынăран е ĕненме ÿкĕтленĕрен илтĕр?

(3) Святой Сывлăша илнинчен пуçларăр та халĕ этем йăли-йĕркисемпе вĕçлетĕр, ĕнтĕ эсир çав териех айван-и?

(4) Эсир Христосшăн тÿссе ирттерни усăсăр пулчĕ-шим вара? Е усăсăр кăна пулсанччĕ!

(5) Сире Турă мĕншĕн Сывлăш парать, хăватсем кăтартать? Саккуна тытса пынăран е Унăн Хыпарне ĕненнĕрен?

(6) Авраам Турра ĕненнĕ, çакна Турă тÿрĕлĕх шутне кĕртнĕ.

(7) Ĕнтĕ пĕлсе тăрăр: ĕненекенсем – Авраам ачисем.

(8) Ĕненĕве пула ытти халăхсем те тÿрре тухасси пирки Çырнинчех каланă. Турă Авраама ун çинчен малтанах çапла пĕлтернĕ: «Сан урлă пур халăх та пиллĕхлĕ пулĕ».

(9) Çапла ĕнтĕ ĕненекенсем Турра чунтан парăннă Авраампа пĕрлех пиллĕх илеççĕ.

(10) Саккун хушнипе пурăнакансем вара пурте ылханлă, мĕншĕн тесен çапла çырнă: «Саккун кĕнекинче мĕн çырнине пурне те ялан тытса пыман кирек епле çын та ылханлă».

(11) Саккунпа кăна никам та Турă умĕнче тÿрре тухаймасси çак сăмахсенчен уççăнах курăнать: «Тÿрĕ пурăнакан ĕненÿпе чĕрĕлĕхлĕ пулĕ».

(12) Саккун ĕненÿпе çыхăнман, унта çапла каланă: «Саккуна пĕтĕмпех тытса пыракан саккуна пула чĕрĕлĕхлĕ пулĕ».

(13) Христос пирĕн ылхана Хăй çине йышăнса пире саккун ылханĕнчен Хăйĕнпе тÿлесе илнĕ, мĕншĕн тесен: «Йывăç хĕрес çине çакса асаплантарса вĕлернĕ çын ылханлă», – тесе çырнă вĕт-ха.

(14) Çакă пĕтĕмпех ытти халăхсем те Авраама панă пиллĕхе Иисус Христос урлă илччĕр тесе, пире те хамăра шантарнă Сывлăша ĕненÿпе илмелле пултăр тесе пулса иртнĕ.

Саккун тата Турă сăмах парса шантарни

(15) Тăванăмăрсем! Этем пурăнăçĕнчен тĕслĕх илсе паратăп: çын алă пусса çирĕплетнĕ, шантарнă халала та никам та улăштарма е хушса çырма пултараймасть.

(16) Авраампа унăн йăхне вара Турă Хăй сăмах парса шантарнă. Асăрхăр: Вăл нумай çын çинчен каланă пек «санăн тăхăмна» темен, пĕр çын çинчен каланă пек «санăн тăхăмунти Пĕрне» тенĕ. Çав Пĕри вăл Христос.

(17) Мĕншĕн çапла калатăп-ха? Мĕншĕн тесен Туррăн Христос çинчен малтанах çирĕплетнĕ, шантарнă сăмахне тепĕр тăват çĕр вăтăр çултан тин йĕркелесе çырнă саккун улăштарма та, пăрахăçлама та пултараймасть.

(18) Çапла вара еткерлĕхе саккунпа илни Турă шантарнипе илни пулмасть, анчах та Авраама Турă Хăйĕн еткерне сăмах парсах шантарнă.

(19) Апла пулсан саккун мĕн тума кирлĕ-ха? Ăна каярахпа, çынсем усал ĕçсем тума пуçланă пирки, халăха тытса тăмашкăн панă. Ангелсем урлă çураçтаракана панă çав саккун Турă шантарнă «тăхăмри Пĕри» киличчен вăйра тăнă.

(20) Анчах та çураçтаракан килĕшÿ тăвакан икĕ ен хушшинче кăна пулма пултарать, Турă вара – пĕрре!

Турă шантарнă еткере илекенсем

(21) Эппин саккун Туррăн шантарса панă сăмахĕсене хирĕçлет-ши? Пачах та хирĕçлемест! Мĕншĕн тесен çынсене чĕрĕлĕх пама пултаракан саккун панă пулсан, тÿрре тухасси чăнах та саккунран килнĕ пулĕччĕ.

(22) Анчах та Çырнинче пурте çылăх тыткăнĕнче тенĕ. Çапла вара Турă шантарнине Иисус Христоса ĕненнипе çеç, ĕненекенсем çеç илееççĕ.

(23) Килес ĕненĕве йышăнма чĕремĕрсем уçăличчен, ĕненÿ вăхăчĕ çитичченех пире саккун сыхласа тăнă.

(24) Çапла вара ĕненнипе тÿрре тухчăр тесе саккун пире ачана пăхнă пек пăхса Христос патне илсе çитерчĕ.

(25) Ĕненÿ вăхăчĕ çитнĕренпе вара эпир ача пăхаканăн ирĕкĕнчен тухрăмăр.

(26) Мĕншĕн тесен эсир пурсăр та Христос Иисуса ĕненнипе Турă ывăлĕсем пулса тăтăр.

(27) Христоспа пĕр пулма тĕне кĕрсе эсир Христос сăнлăхне йышăнтăр.

(28) Ĕнтĕ иудей та, урăх халăх çынни те çук; чура та, ирĕкли те çук; арçын та, хĕрарăм та çук – мĕншĕн тесен Христос Иисус сăнлăхĕнче эсир пурте пĕр.

(29) Енчен те эсир Христосăн пулсан, эппин эсир Авраам тăхăмĕсем, Турă шантарнă еткере илекенсем пулатăр.

Галатири 4

(1) Тата калам: еткер илекенĕ мĕн пур пурлăхăн хуçи пулин те, ача чухне чураран нимĕн чухлĕ те уйăрăлса тăмасть.

(2) Ашшĕ палăртнă вăхăт çитиччен вăл хăйне пăхса ÿстерекенсене, пурлăхне пăхса упракансене пăхăнса тăрать.

(3) Эпир те çаплах, ача шутĕнче чухне çут çанталăк вăйĕсене пăхăнса пурăннă.

(4) Анчах та вăхăт тулса çитсен Турă Хăйĕн пĕртен-пĕр Тăван Ывăлне янă. Ăна хĕрарăмах çуратнă, Çав Ывăл та саккуна пăхăнса пурăннă.

(5) Пире саккун тыткăнĕнчен ирĕке кăларттарса ывăллăха илес тесе Турă çапла тунă.

(6) Эсир унăн ачисем пулнăран ĕнтĕ сирĕн чун-чĕрĕре Турă Хăйĕн Ывăлĕн Сывлăшне янă. «Авва, Аттем!» – тесе çав Сывлăш Турра чĕнет.

(7) Çавăнпа ĕнтĕ эсĕ чура мар, Турă ывăлĕ. Ывăлĕ пулсассăн, эппин эсĕ Иисус Христос урлă Унăн еткерне илекенĕ пулатăн.

Каялла çул çук

(8) Тахçан эсир Турра пĕлменрен турă маррисене турă тесе пуççапса пурăннă.

(9) Халĕ вара, Турра пĕлнĕ хыççăн, тата тĕрĕсрех каласан, Турă сире пĕлнĕ хыççăн, мĕншĕн-ха эсир çут çанталăкăн халсăр та мĕскĕн вăйĕсем патне таврăнасшăн, мĕншĕн каллех вĕсен чури пуласшăн?

(10) Эсир темĕнле кунсемпе уйăхсене, вăхăтсемпе çулсене уяса пурăнатăр.

(11) Эпĕ сирĕншĕн шикленетĕп: сирĕн патăрта вăй хурса тăрăшни харама ан кайтăрччĕ.

(12) Эй, тăвансем! Ман пек пулăр тесе сире тархаслатăп. Эпĕ те сирнешкелех. Эсир мана ним туса та кÿрентермерĕр.

(13) Эпĕ сире чи малтан Ырă Хыпар вĕрентнĕ чухне ÿт-пĕвĕм халсăр пулнине эсир пĕлнĕ.

(14) Ÿт-пĕвĕм халсăрришĕн ун чухне эсир мана тиркеме май пур çĕртех тиркемерĕр, манран йĕрĕнсе пăрăнмарăр. Эсир мана Турă ангелне хапăл тунă пекех, Христос Иисуса хапăл тунă пекех йышăнтăр.

(15) Ун чухнехи телейĕр ăçта кайса кĕчĕ халĕ? Çакна çирĕплетсех калатăп: ун чухне эсир, кирлĕ пулсан, мана куçăрсене кăларса пама та хатĕрччĕ!

(16) Çапла вара, чăннине каланăшăн эпĕ сирĕн тăшманăр пулса тăтăм-и?

(17) Леш çыннисем вĕсем сире ырă тăвас тесе мар, пире пĕр-пĕринчен сивĕтсе, сире хăйсем майлă çавăрасшăн тăрмашаççĕ.

(18) Ырришĕн ман умра кăна мар, яланах тăрăшмалла.

(19) Эй, ачамсем! Христос сăнарĕ сирĕн чунăрта пуличченех ача çуратакан хĕрарăм тÿсекен асапа эпĕ каллех тÿсетĕп.

(20) Çак самантра сирĕнпе пĕрле пулăттăмччĕ, урăхларах калаçăттăмччĕ, мĕншĕн тесен халĕ сирĕн пирки ним шухăшлама та аптăратăп.

Агарьпе Сарра çинчен ытарлă калани

(21) Эй, эсир, саккун йăлипе пурăнас текенсем! Каласамăр мана: саккун мĕне вĕрентнине пĕлетĕр-и эсир?

(22) Çырнинче çапла каланă: „Авраамăн икĕ ывăл пулнă. Пĕри – чура хĕрарăмран, тепри – ирĕклĕ хĕрарăмран“.

(23) Анчах та чура хĕрарăмран çурални ытти ачасем пекех ÿтрен çуралнă, ирĕклĕ хĕрарăмран çурални вара Турă шантарса панă сăмахран çуралнă.

(24) Çакна ытарлă каланă: икĕ хĕрарăм икĕ халала пĕлтерет. Пĕри – Синай тăвĕ çинче панă йĕрке – Агаре пĕлтерет, унăн ачисем те чура пулса çуралаççĕ.

(25) Агарь вăл Аравири Синай тăвне пĕлтерет тата хальхи Иерусалимпа тÿр килет, мĕншĕн тесен Иерусалим ачи-пăчи мĕнĕпех чуралăхра пурăнать.

(26) Çÿл тÿпери Иерусалим вара ирĕклĕ: вăл – пирĕн аннемĕр.

(27) Мĕншĕн тесен Çырнинче çапла каланă: „Эй, ача тăвайман, ача çуратайман хĕрарăм, савăн! Ача çуратса асап курманскер, хĕпĕртесе кăшкăр! Ма тесен арсăр арăмăн ачи-пăчи упăшкаллă арăмăннинчен чылай нумайрах!“

(28) Эсир те, тăвансем, Турă шантарнă сăмахран Исаак пек çуралнăскерсем.

(29) Анчах ун чухне ÿтрен çурални Сывлăшран çуралнине епле хĕсĕрленĕ, халĕ те çаплах.

(30) Çырнинче ун пирки мĕн каланăччĕ-ха? «Ирĕклĕ хĕрарăмăн ывăлĕпе пĕрле еткер ан илтĕрччĕ тесен, чура хĕрарăмпа унăн ывăлне хăваласа ямалла», – тенĕ унта.

(31) Çапла ĕнтĕ, тăвансем, эпир чура хĕрарăм ывăлĕсем мар, ирĕклĕ хĕрарăм ывăлĕсем.

Галатири 5

Христоса ĕненекенсем ирĕклĕ

(1) Çапла вара, хамăра Христос панă ирĕклĕхе çирĕп упраса пурăнăр, каллех чуралăх пусмăрне кĕрсе ÿкмелле ан пултăр.

(2) Акă эпĕ, Павел, сире калатăп: ÿт кастарнипех эсир Христосран нимĕнле усă та кураймăр.

(3) Ÿтне кастаракан кирек епле çынна та тата çакна калам: унăн саккуна тĕплĕн пурнăçласа тăмалла.

(4) Эсир, хăвăра саккунпа тÿрре кăларас текенсем, Христоссăр тăрса юлтăр, Турă ырăлăхĕсĕр тăрса юлтăр.

(5) Эпир вара, ĕненсе Турă Сывлăшне илнĕскерсем, хамăра Турă тÿрре кăларасса шанса кĕтсе тăратпăр.

(6) Мĕншĕн тесен Христос Иисусĕпе пĕр пулсан, ÿт кастарнипе кастарманни ниме те пĕлтермест. Чи кирли вара – юратулăхра палăракан ĕненÿ.

(7) Сирĕн çул пуçламăшĕ аванччĕ. Кам сире чăнлăх çулĕ çинчен пăрса илсе кайрĕ?

(8) Çултан пăрăнма сире, паллах, хăвăра чĕнекен Турă хистемен.

(9) Сахал кăвас тĕпех пĕтĕм чустана йÿçĕтсе хăпартать.

(10) Эсир тек шухăшăрсене улăштармасса, Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ пуласса шансах тăратăп. Сире пăтратакана вара, вăл кирек кам пулсан та, айăплав пулĕ.

(11) Эй, тăвансем! Хăш-пĕрисем эпĕ халĕ те ÿт кастарасси çинчен вĕрентетĕп теççĕ. Эппин мана мĕншĕн хĕсĕрлеççĕ? Эпĕ халĕ те ÿт кастарас пирки вĕрентнĕ пулсан, хĕрес çинчен вĕрентни вĕсене чăрмантарман пулĕччĕ.

(12) Сире пăтратакансем вара ÿтне кăна мар, ыттине те йăлтах кастарччăр ара!

(13) Эй, тăвансем! Сире ирĕклĕ пулма чĕнсе илнĕ. Анчах та ирĕклĕх ÿт-пĕве юрамашкăн сăлтав ан пултăр! Эсир пĕр-пĕрне юратса, пĕр-пĕриншĕн тăрăшса пурăнăр.

(14) Мĕншĕн тесен пĕтĕм саккунăн тĕш сăмахĕ çакă: «Çывăх çыннуна хăвна юратнă пек юрат».

(15) Енчен те эсир пĕр-пĕрне кăшласа-çисе пурăнатăр пулсан, асăрханăр: пĕр-пĕрне тĕппипех пĕтересси патне çитсе тухмалла ан пултăрччĕ!

Чун-чĕм хушнă пек пурăнăр

(16) Çавăнпа та эпĕ сире калатăп: чун-чĕм хушнă пек пурăнăр, вара ÿт-пÿ хистени хыççăн каймăр.

(17) Мĕншĕн тесен ÿт-пÿ чун-чĕме хирĕçлишĕн антăхать, чун-чĕм вара – ÿт-пĕве хирĕçлине кăмăллать. Вĕсем пĕр-пĕринпе çырлахайманран эсир чылай чухне хăвăр мĕн тăвас тенине тăваймастăр.

(18) Сире чун-чĕм ертсе пырать пулсан, эппин саккун аллинче тăмастăр.

(19) Ÿт-пÿ ĕçĕсем паллă ĕнтĕ. Вĕсем çаксем: мăшăра улталани, аскăнлăх, ирсĕрлĕх, намăссăрлăх,

(20) кĕлеткесене пуççапни, тухату, вăрçу-хирĕçÿ, харкашу, кĕвĕçÿ, кăра çилĕлĕх, ятлаçу, тавлашу, илĕртÿ, ĕненÿ тĕлĕшĕнчен пайланса кайни,

(21) курайманлăх, çынна вĕлерни, ĕçке ерни, ÿсĕрле хăтланкаларăшсем тата çавнашкал тем те пĕр. Эпĕ сире малтан та асăрхаттарнăччĕ, халĕ татах калам: çавăн пек пурăнакансем Турă Патшалăхĕн еткерне илеймĕç.

(22) Чун-чĕм çимĕçĕсем вара çаксем: юратулăх, савăнăç, канăçлăх, чăтăмлăх, тивлетлĕх, ыркăмăллăх, ĕненÿ,

(23) йăвашлăх, чараклăх. Çаксене саккун сивлеймест.

(24) Христоса ĕненекенсем хăйсен хĕрÿ те аскăнчăк туйăмлă ÿт-пĕвне хĕрес çумне пăталанă.

(25) Енчен те эпир чун-чĕмпе пурăнатпăр пулсан, пирĕн чун-чĕм хушнине тăвас пулать.

(26) Атьр чапшăн çунмасăр, пĕр-пĕрне тарăхтармасăр, пĕр-пĕрне кĕвĕçмесĕр пурăнар.

Галатири 6

Çын мĕн акĕ, çавна вырса илĕ

(1) Эй, тăвансем! Пĕр-пĕр çын мĕнле те пулин çылăха кĕрсен, эсир, чун-чĕмпе пурăнакансем, ăна лăпкă кăмăлпа тÿрлетĕр. Çав хушăрах хамăн та çылăха кĕрес марччĕ тесе харпăр-хăй асăрханса пурăнтăр.

(2) Пĕр-пĕрин йывăрлăхĕсене çурмалла пайлăр, çапла туни Христос саккунне пурнăçлани пулать те ĕнтĕ.

(3) Мĕншĕн тесен ним тĕшне тăман çын, хăйне тем вырăннех хурса, хăйне çеç улталать.

(4) Кашниех хăйĕн ĕçне тимлĕ тутăр, вара вăл çын мухтавне ăмсанмĕ, хăйшĕн хăй мухтавлă пулĕ.

(5) Кашнин хăйĕн çĕклемĕ.

(6) Турă сăмахне вĕренекен хăйĕн мĕн пур туприне вĕрентекенĕпе пайлатăр.

(7) Ан улталанăр: Турра хур тума çук! Çын мĕн акĕ, çавна вырса илĕ.

(8) Мĕншĕн тесен ÿт-пĕвĕшĕн акакан ÿт-пÿренех вилĕм вырса илĕ. Чун-чĕмшĕн акакан вара чун-чĕмрен ĕмĕрлĕх пурăнăç вырса илĕ.

(9) Ырă туса ывăнар мар, вăй-хал пĕтмесен уншăн эпир вăхăт çитсен мĕн акнинех вырса илĕпĕр.

(10) Çапла вара, çĕр çинче пурăнас кунсенче пурне те ырă тăвăр. Уйрăммăнах ĕненекен тăванăмăрсене ырă тăвар.

Юлашкинчен асăрхаттарса тата ырă сунса калани

(11) Малалла хам аллăмпа çыратăп. Курăр-ха, сас паллисем епле пысăк.

(12) Çын умĕнче мухтавлă пулас текенсем сире ÿт кастарма хистеççĕ, хăйсем вара Христос хĕресĕшĕн пире ан хĕсĕрлеччĕр çеç тесе шухăшлаççĕ.

(13) Ÿт кастарнисем хăйсем те саккуна пăхăнса пурăнмаççĕ; сире те, хăйсене мухтанса çÿреме сăлтав пултăр тесе çеç, ÿт кастарасшăн.

(14) Ман мухтанассăм килмест. Мухтансан та эпĕ Иисус Христос Хуçамăр хĕресĕпе кăна мухтанăп. Çав хĕрес çинче ку тĕнчене маншăн пăталанă, мана та тĕнчешĕн пăталанă.

(15) Мĕншĕн тесен Иисус Христоспа пĕрлĕхлĕ пулас тесессĕн ÿт каснипе касманни ниме те пĕлтермест, пĕлтерĕшли – çĕнĕ çын пуласси.

(16) Çак йĕркепе пурăнакансене, Турă суйланă Израиль ĕненекенĕсене канăçлăхпа ырăлăх пултăр!

(17) Ĕнтĕ мана никам та тек чăрмав ан кÿтĕр, мĕншĕн тесен Иисус Хуçамăр суранĕн йĕрĕсем манăн ÿт-тирĕм çинче те юлнă.

(18) Эй, тăвансем! Иисус Христос Хуçамăр тивлечĕ сирĕн чун-чĕмре пултăр. Аминь.

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Павел Галатирисене Янă Çыру” çине пĕр шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.