Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Сăваплă Иуда Апостолăн Мĕнпур Ĕненекене Янă Çырăвĕ
1
Саламлани
(1) Иисус Христос чуринчен, Иаковпа пĕртăван Иудăран – Атте Турă сăвапласа тасатнипе, Иисус Христос упранипе пурăнакан чĕнсе илнисене.
(2) Сире нумай-нумай ырăлăх, канăçлăх, юратулăх сунатăп.
Суя вĕрентÿçĕсене айăплав пуласси
(3) Савнă тăванăмсем! Сирĕн патăра пурте çăлăнасси çинчен манăн питĕ çырассăм килетчĕ. Анчах та эпĕ сирĕн патăра Турă Хăйĕн халăхне пĕрре тата яланлăха панă ĕненÿшĕн кĕрешме ÿкĕтлесе çырас терĕм.
(4) Мĕншĕн çырас терĕм-ха? Мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕрисем сирĕн хушшăра вăрттăн шăвăнса кĕчĕç. Унашкаллисене айăплав пуласси çинчен Çырнинче тахçанах каланă. Турра хисеплемен çав çынсем Турă панă ырăлăха пула тем тума та юрать теççĕ. Хăйсем вара пĕртен-пĕр Патша Турра, Иисус Христос Хуçамăра йышăнмаççĕ.
(5) Çакна эсир пĕлетĕр пулин те, татах асилтерес тетĕп: Хуçа Турă Хăйĕн халăхне Египет çĕрĕнчен илсе тухса çăлса хăварнă, анчах та ĕненес теменнисене кайран пĕтернĕ.
(6) Тата хăйсен тивĕçлĕхне упраса хăварайман, хăйсен вырăнĕнчен пăрахса кайнă ангелсем çинчен асилтерес тетĕп. Турă вĕсене аслă суд кунĕ валли ĕмĕрлĕх сăнчăрта, сĕм-тĕттĕмре усрать.
(7) Тата эпĕ сире Содомпа Гоморра хулисем çинчен, çак хуласем пекех çут çанталăка хирĕçлесе асса пурăнакан таврари ытти хуласем çинчен асилтерес тетĕп. Вĕсенчен тĕслĕх илекен ан пултăр тесе Турă вĕсем çине сÿнми вут асапне янă.
(8) Ÿт-пĕве ирсĕрлентерекен, çÿлти пуçлăхсене йышăнман, çÿлти вăйсене хурлакан çав суя вĕрентÿçĕсемпе те çаплах пулĕ.
(9) Моисей вилсессĕн унăн ÿчĕ пирки шуйттанпа тавлашнă чухне Михаил Архангел шуйттана айăплама хăяйман: «Хуçа Турă чартăрах сана», – тенĕ çеç.
(10) Ку çынсем вара хăйсем пач пĕлменнине хурлаççĕ. Вĕсем, ăссăр выльăхла, ÿт-пÿ хистенине кăна пĕлеççĕ, çавă вĕсене тĕп тăвать те.
(11) Хуйхă пулĕ вĕсене! Вĕсем Каин çулĕпех пыраççĕ, мула хапсăнса Валаам пек улталанаççĕ, Корей пек кутăнлашсах пĕтеççĕ.
(12) Сирĕн юратулăх сăйĕ вăхăтĕнче вĕсем ыттисене çылăха кĕртеççĕ. Вĕсем сирĕнпе пĕрле чухнех намăс-симĕсе пĕлмесĕр хăйсен хырăмĕшĕн кăна тăрăшаççĕ. Вĕсем – çил хăвалакан пуш пĕлĕтсем пек. Вĕсем – çимĕç кÿмен, кăкланнă кĕрхи йывăçсем пек, çав йывăçсене икĕ хут хăрнă теме пулать.
(13) Вĕсем – хăйсен намăссăрлăхĕпе кăпăкланакан тискер тинĕс хумĕсем. Вĕсем – сĕм тĕттĕмлĕхре яланлăха çĕтсе кайнă çăлтăрсем.
(14) Адамран çиччĕмĕш сыпăкри Енох унашкаллисем çинчен пророкла çапла каланă: «Акă, Хуçамăр Хăйĕн святой пин-пин ангелĕпе килет.
(15) Вăл пурне те суд тума, Турра юрăхсăр мĕн пур ĕçĕсемшĕн тата Турра хирĕç каланă мĕн пур хаяр сăмахĕсемшĕн Хăйне хисеплемен çылăхлă çынсене айăплама килет».
(16) Вĕсем яланах ÿпкелешеççĕ, нăйкăшаççĕ, Турра хисеплемесĕр тата Турă йĕркине пăсса ÿт-пÿ хистени хыççăн каяççĕ, мăнкăмăллăн калаçаççĕ, хăйсене усăллă чухне йăпăлтатма та именмеççĕ.
Асăрхаттарни тата чĕнсе калани
(17) Эсир вара, савнă тăванăмсем, Иисус Христос Хуçамăрăн апостолĕсем малтанах каласа хунă сăмахĕсене асра тытăр.
(18) «Юлашки вăхăтсенче, – тенĕ апостолсем, – хăйсен çылăхлă кăмăлĕсене тултаракан хурлавçăсем тупăнĕç».
(19) Çав çынсем пĕрлĕхлĕ ĕненÿрен уйăрăлаççĕ. Вĕсен чун-чĕмĕ çук, ÿт-пÿ хистени кăна пур.
(20) Эсир вара, савнă тăванăмсем, сăваплă ĕненÿре хăвăра çирĕплетĕр, Святой Сывлăшпа килĕшÿллĕн кĕлтăвăр.
(21) Хăвăра Турă юратнине астуса пурăнăр, ырăлăхлă Иисус Христос Хуçамăр ĕмĕрлĕх пурăнăç парасса кĕтĕр.
(22) Пĕрисене, ĕненÿ пирки иккĕленекенсене, хĕрхенсе ÿкĕтлĕр.
(23) Теприсене, ĕмĕрлĕх вутпа хăратса, вутран туртса кăларăр, çăлса хăварăр. Виççĕмĕшсене вара асăрханса питлемелли кăна юлать. Вĕсен çылăхлă ÿт-пĕвĕпе вараланнă тумтирĕнчен те йĕрĕнĕр.
Пиллени
(24) Сире ÿкесрен упраса хăварма, çитменлĕхсĕр те савăклăскерсене Хăйĕн мухтавĕ умне тăратма пултаракан,
(25) Иисус Христос Хуçамăр урлă хамăра Çăлакан, Пĕртен-пĕр Ăслăран та Ăслă Турă ĕмĕрсемччен те, халĕ те, ĕмĕр-ĕмĕрех мухтавлă, аслă, хăватлă, вăйлă пултăр. Аминь.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓