Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Сăваплă Иаков Апостолăн Мĕнпур Ĕненекенсене Янă Çырăвĕ
Иаков 1
Саламлани
(1) Турăпа Иисус Христос Хуçамăр чуринчен Иаковран – пĕтĕм тĕнчипе сапаланнă вун икĕ йăха – салам!
Ĕненÿ тата ăс
(2) Эй, тăвансем! Тĕрлĕ тĕрĕслеве савăнса-хĕпĕртесе йышăнăр.
(3) Ĕненĕвĕре тĕрĕслени хăвăра чăтăмлăх кÿнине эсир пĕлетĕр.
(4) Чăтăмлăх сире аталантарĕ, вара эсир тулли пахалăхлă, пĕр кăлтăксăр пулăр.
(5) Ăс çитейменни ăна Турăран тархасласа ыйттăр – Турă паратех. Памаллине Турă пурне те çăмăллăн, ÿпкевсĕр парать.
(6) Анчах та Турра ĕненÿллĕн, иккĕленмесĕр тархасламалла. Мĕншĕн тесен иккĕленекен çын вăл çил çĕклентерсе сапалакан тинĕс хумĕ евĕр.
(7) –
(8) Иккĕленекен çын пур тĕлĕшĕнчен те тĕрексĕр. Унашкалли Хуçа Турăран мĕн те пулин ыйтса илессе ан та шутлатăр.
Чухăнлăхпа пуянлăх
(9) Чухăн ĕненекен хăйне Турă асла кăларнăшăн савăнтăр.
(10) Пуян ĕненекен те Турă хăйне кĕçĕне хăварнăшăн савăнтăр, мĕншĕн тесен пуянлăх уй-хир чечекĕ пек пĕтет.
(11) Хĕвел тухать те, шăрăх çитет, курăка ĕнтсе ярать. Курăкĕ типет те, чечекĕ тăкăнать, унăн илемĕ çухалать. Мулшăн çунакан пуян та çавăн пекех çухалать.
Тĕрĕслев тата илĕртÿ
(12) Илĕртсе тĕрĕсленине тÿссе ирттерекен çын телейлĕ. Тивĕç пулсассăн вăл пурăнăç пуç кăшăлне илĕ. Хуçамăр ăна Хăйне юратакансене пама пулнă.
(13) Илĕртсе тĕрĕсленĕ чухне никам та: «Турă мана тĕрĕслет», – тесе ан калатăр. Мĕншĕн тесен Турă усалпа çыхланмасть, Хăй никама та илĕртсе тĕрĕслемест.
(14) Кашниех хăйĕн кăмăлĕ туртнипе, илĕртнипе улталанать.
(15) Çылăхлă кăмăл, пĕтĕленсе, çылăх çуратать. Тунă çылăх вара вилĕм çуратать.
(16) Эй, савнă тăванăмсем! Ан улталанăр.
(17) Кирек епле пархатар та, паха парне те çÿлтен, çутăлăх Ашшĕ патĕнчен анать. Турă вара яланлăх, улшăнми.
(18) Хăй пултарнисем хушшинче малтанхи аван çимĕçсем пек пулччăр тесе, Турă пире чăнлăх сăмахĕпе Хăйĕн ачисем тума шутланă.
Сăмаха итлесси тата пурнăçласси
(19) Çапла вара, савнă тăвансем, калаçнинчен ытларах итлеме тăрăшăр, çилленме ан васкăр.
(20) Мĕншĕн тесен çилĕ этеме Турă тÿрĕлĕхĕнчен пăрса ярать.
(21) Эппин тĕрлĕ тасамарлăхран, юлнă çилĕрен хăтăлăр. Чунăрсене çăлма пултаракан ÿкĕт сăмахне йăвашшăн ăша хывăр.
(22) Сăмаха итлекенсем çеç ан пулăр, вĕсем хăйсене хăйсем улталаççĕ кăна. Эсир вара çав сăмаха пурнăçлакансем пулăр.
(23) Мĕншĕн тесен сăмаха итлекен, анчах сăмах хушнă пек туман çын тĕкĕр çинче хăйĕн сăнне тинкерекен евĕр.
(24) Вăл хăйне тĕкĕр çинче курать, анчах та тĕкĕр умĕнчен кайнă-кайман хăй сăнне манса каять.
(25) Кам та кам Туррăн паха саккунне, ирĕклĕх саккунне ăша хывса пурнăçлать, çав хăйĕн ĕç-пуçĕнче телейлĕ пулĕ. Вăл илтнине манакан мар, Турă сăмахĕ хушнине туса тăракан.
(26) Сирĕнтен кам та кам Турра хисеплетĕп тет, анчах чĕлхине чармасăр хăйне хăй улталать, вăл Турра хисепленçи кăна тăвать.
(27) Кам та кам тăлăхсен, тăлăх арăмсен хуйхи-суйхине çăмăллатма тăрăшать, хăйне тĕнче ирсĕрлĕхĕнчен упрать, çавă Атте Турă умĕнче таса та çитменлĕхсĕр, çавă Ăна чăнласах хисеплет.
Иаков 2
Çын камне пăхассинчен асăрхаттарни
(1) Эй, тăванăмсем! Эсир, мухтавлă Иисус Христос Хуçамăра ĕненекенсем, çынна кам пулнине кура ан хаклăр.
(2) Калăпăр, сирĕн пухăва капăр тумланнă, ылтăн çĕрĕ тăхăннă çын пырать. Тата пухăва начар çи-пуçлă чухăн та пырать.
(3) Эсир капăр тумланнă çынна асăрхасан: «Сана çакăнта ларсан лайăхрах пулĕ», – тетĕр. Чухăннине вара: «Эсĕ çавăнта тăр», е «Ман ура вĕçне лар», – тетĕр.
(4) Çапла туса эсир хăвăр ăшăрта пĕрисене теприсенчен çÿлерех хумастăр-им? Тĕрĕс мар шухăшлакан судьясем пулса тăмастăр-им
(5) Эй, савнă тăванăмсем! Итлесемĕр мана: ĕненÿпе пуян пулмашкăн Турă çак тĕнчери чухăнсене суйласа илмен-им? Хăйне юратакансене шантарнă Патшалăха Турă чухăнсене еткере парас темен-им?
(6) Эсир вара чухăна хапăл тумастăр. Сире пусмăрлакансем пуянсем мар-им? Сире судсем тăрăх сĕтĕрекенсем те вĕсем мар-им?
(7) Сире Христос ячĕпе чĕнеççĕ. Çав ырă ята хурлакансем те вĕсемех мар-им?
(8) «Çывăх çыннуна хăвна юратнă пек юрат», – тенĕ Çырнинче. Енчен те эсир çак патшалла саккуна тытса пурăнатăр пулсан аван тăватăр.
(9) Енчен те эсир çын камне пăхатăр пулсан çылăха кĕретĕр, Турă саккунĕпе айăплă пулатăр.
(10) Мĕншĕн тесен саккуна пĕтĕмĕшле пăхăнса пурăнсан та, пĕр-пĕр пил-хушăва пăссан, эсир пĕтĕм саккуна пăсатăр.
(11) «Мăшăрна ан ултала», – тесе Калаканниех тата: «Ан вĕлер», – тенĕ. Çавăнпа та эсĕ мăшăрна улталамасан та, çын вĕлерсен, саккуна пăсакан пулатăн.
(12) Эсир ĕнтĕ хăвăра ирĕклĕх паракан саккунпа айăпланас çынсем пек калаçăр, пурăнăр.
(13) Мĕншĕн тесен хĕрхенме пĕлменнисене Турă сучĕ те хĕрхенмĕ. Хĕрхенÿ вара судран та аслăрах.
Ĕненÿ тата ĕçсем
(14) Эй, тăванăмсем! Ĕненетĕп текен, анчах ĕненĕвне ĕçпе çирĕплетмен çынран мĕн усси? Çавнашкал ĕненÿ ăна çăлса хăварĕ-и?
(15) Ĕненекен тăванăн тăхăнмалли те, çимелли те çук пулсан,
(16) сирĕнтен хăшĕ те пулин ăна мĕн кирлине памасăрах: «Канăçлă каях, ăшăн тата çисе тăран», – тенинчен мĕн усси?
(17) Ĕненÿ те çавнашкалах, ĕçпе çирĕплетмесен, хăй халлĕн кăна – вилĕ.
(18) Анчах кам та пулин çапла калама пултарать: «Пĕрин ĕненĕвĕ пур, теприн – ĕçĕ». Ĕçÿпе çирĕплетмен ĕненĕве эсĕ мана епле кăтартăн? Эпĕ вара сана хам ĕненнине ĕçĕмсемпе кăтартăп.
(19) Турă пĕрре пулнине ĕненсе эсĕ аван тăватăн. Çакнах усал сывлăшсем те ĕненеççĕ, чĕтресе кăна тăраççĕ.
(20) Эх, айван! Ĕçпе çирĕплетмен ĕненÿ вилĕ пулнине пĕлессÿ килет-и?
(21) Пирĕн мăн асатте Авраам хăйĕн Исаак ывăлне Турра кÿме парне вырăнĕ çине хунă. Çапла вăл ĕçĕпе тÿрре тухман-им вара?
(22) Куратăн ĕнтĕ, унăн ĕненĕвĕ ĕçĕпе килĕшсе тăнă, ĕçне кура унăн ĕненĕвĕ чи паха шая çитнĕ.
(23) Вара Çырнинче калани пурнăçланнă. Унта çапла çырнă: «Авраам Турра ĕненнĕ, çакна Турă тÿрĕлĕх шутне кĕртнĕ». Авраама вара «Туррăн тусĕ» тесе чĕнме пуçланă.
(24) Куратăн ĕнтĕ, этем ĕненÿпе кăна мар, ĕçĕсемпе тÿрре тухать.
(25) Çавнашкалах аскăн хĕрарăм Раав та Турă умĕнче ĕçĕсемпе тÿрре тухман-им? Вăл вăрттăн сăнавçăсене çĕр выртма кĕртнĕ, кайран урăх çулпа тартнă.
(26) Çапла ĕнтĕ, чун-чĕмсĕр кĕлетке вилĕ пекех, ĕçсĕр ĕненÿ те вилĕ.
Иаков 3
Чĕлхе тем тума та пултарать
(1) Эй, тăвансем! Пурте вĕрентекен пуласшăн ан çунăр. Çакна пĕлсе тăрăр: пирĕнтен, вĕрентекенсенчен, судра тата хытăрах ыйтĕç.
(2) Мĕншĕн тесен эпир пурте çылăха нумай кĕретпĕр. Кам сăмахпа çылăха кĕмест, çав аталанса çитнĕ пулать. Вăл хăйĕн пĕтĕм кĕлеткине чарма-пăхăнтарма пултарать.
(3) Тĕслĕхрен, хамăра итлетĕр тесе эпир лашана çăварлăхлатпăр, вара унăн пĕтĕм кĕлеткине хамăра пăхăнтаратпăр.
(4) Е, калăпăр, карапĕ тем тери пысăк пулсан та, çилĕ тем тери вăйлă вĕрсен те, пĕчĕк рульпе усă курсах капитанĕ карапа кирлĕ еннелле ярать.
(5) Чĕлхе те çавнашкалах – ÿт-пĕвĕн пĕчĕк пайĕ çеç пулин те, нумай тăваять. Кур-ха, пĕчĕкçĕ çулăм чĕлхиех мĕн пысăкăш вăрмана хыптарса яма пултарать!
(6) Чĕлхе те – çулăм, вăл – усал йăви. Ÿт-пĕвĕн ытти пайĕсемпе танлаштарсан, вăл пĕтĕм кĕлеткене ирсĕрлетет. Тамăк вучĕпе хыпса илсе чĕлхе пĕтĕм пурăнăçа çунтарса ярать.
(7) Тем тĕрлĕ тискер кайăка, вĕçен кайăка, çĕлен-калтапа тинĕс чĕр чунĕсене этем алла хăнăхтарнă, хăнахтарать.
(8) Анчах çынсенчен пĕри те чĕлхине итлеттереймест. Вăл – вĕлерекен наркăмăшлă чарайми усал.
(9) Чĕлхепех эпир Атте Турра мухтатпăр, çав чĕлхепех эпир çынсене ылханатпăр. Çынна вара Турă евĕрлĕ пултарнă вĕт-ха.
(10) Пĕр çăвартанах мухтав сăмахĕ те, ылхан сăмахĕ те тухать. Эй, тăвансем! Кунашкал пулмалла мар.
(11) Пĕр çăлкуçранах тăварсăр тата тăварлă шыв тапса тăни пур-и?
(12) Эй, тăвансем! Смоква йывăççи çинче çу çырли ÿсмест, иçĕм çырли авăрĕ çинче те смоква çырли пулмасть. Çавнашкалах пĕр çăлкуçран тăварсăр тата тăварлă шыв юхса тухмасть.
Çÿлтен анакан ăс
(13) Сирĕнтен кам чăннипех те ăслă-тăнлă, çав хăй ăсне тÿрĕ пурăнса, ăслă йăвашлăхĕпе ырă ĕçсем туса кăтартса патăр.
(14) Анчах та сирĕн чĕрĕрте хаяр кĕвĕçÿпе чăркăшлăх пулсан, ан мухтанăр, чăнлăха пăсса ан суйăр.
(15) Кунашкал ăс çÿлтен анмасть, вăл – ку тĕнчери, чун-чĕмсĕр, шуйттанран килекен ăс.
(16) Ăçта кĕвĕçÿпе чăркăшлăх, унта йĕркесĕрлĕхпе тĕрлĕ усаллăх.
(17) Çÿлтен анакан ăс вара чăн малтанах – таса, унтан – татуллă, сăпайлă, пăхăнуллă, пысăк хĕрхенÿллĕ те ырă ĕçлĕ, тĕрĕслĕхлĕ, икĕ питлĕ мар.
(18) Канăçлăх кÿрекенсем вара лăпкăн ака тăваççĕ, тÿрĕлĕх çимĕçне те вĕсемех пухса илĕç.
Иаков 4
Тĕнчепе туслă пулни
(1) Эсир пĕр-пĕринпе хирĕçни, харкашни мĕнрен килет-ха? Ÿт-пĕвĕре çылăхлă кăмăл алхастарнинчен мар-и вара?
(2) Ĕмĕтленетĕр те – ĕмĕтĕр çитмест. Вĕлермеллех кĕвĕçетĕр те – кăмăлăр çапах тулмасть. Хирĕçетĕр, харкашатăр – илес тени сирĕн çаплах çук, мĕншĕн тесен Турра тархасламастăр.
(3) Тархасласан та – илейместĕр. Мĕншĕн тесен эсир ырă тĕллевшĕн ыйтмастăр, хăвăр кăмăл туртнине çырлахтарасшăн ыйтатăр.
(4) Эй, пăсăк çынсем! Тĕнчепе туслă пулни Турăпа тăшманла пулнине пĕлместĕр-им эсирÇапла ĕнтĕ, кам тĕнчепе туслă пулма тăрăшать, çав Туррăн тăшманĕ пулса тăрать.
(5) Е Çырнинче çак сăмахсене ахаль каланă пулĕ тетĕр-и? Акă вăл сăмахсем: «Турă пирĕн ăшри Хăйĕн сывлăшне кĕвĕçес таранах савать».
(6) Анчах та Турă пире тата пысăкрах ырăлăх парать. Çавăнпа та Çырнинче çапла каланă: «Турă мăнкăмăллисене хирĕçлет, йăвашшисене вара ырăлăхне парать».
(7) Çапла вара, хăвăра Турă аллине парăр. Шуйттана хирĕç тăрăр, вара вăл сирĕн патăртан тарĕ.
(8) Турă патне пырăр, вара Вăл та сирĕн патăра пырĕ. Эй, çылăхлă çынсем, аллăрсене çуса тасатăр. Эй, икĕ питлисем, чун-чĕрĕре тÿрлетĕр.
(9) Хуйхăрăр, йĕрĕр, ÿлесе макăрăр! Эсир кулни – йĕнине куçтăр, эсир савăнни – куляннине куçтăр.
(10) Хуçа Турă умĕнче мĕскĕн пулăр, Вăл вара сире асла кăларĕ.
Ĕненекен тăванăра ан айăплăр
(11) Эй, тăвансем! Пĕр-пĕрне ан хурлăр. Кам тăванне хурлать е айăплать, çав Турă саккунне хурлать, айăплать. Саккуна айăплатăн пулсассăн вара эсĕ ăна пăхăнакан мар, суд тăвакан.
(12) Анчах та çынсене Саккун паракан та, Судья та пĕр Çавах: Вăл çăлма та, пĕтерме те пултарать. Çывăх çыннуна айăпламашкăн эсĕ кам вараКаппайни пирки асăрхаттарни
(13) «Паян-и, ыран-и çав-çав хулана кайăпăр та, унта çулталăк хушши сутă туса пурăнăпăр, тупăш илĕпĕр», – теççĕ хăшĕ-пĕрисем. Эй, çакнашкал калаçакансем, халĕ мана итлĕр-ха.
(14) Эсир ыран мĕн пуласса пĕлместĕр: эсир пурăнни самантлăх курăнса çухалакан тĕтре пек кăна.
(15) «Хуçа Турă парсассăн, сывлăх пулсассăн çавна-çавна тăвăпăр», – теес вырăнне
(16) эсир мăнкăмăллăн каппайланатăр. Çакнашкал мухтанса çÿрени вăл пит усал.
(17) Çапла вара, ырă тумаллине пĕлсе тăнă çĕртех ырă туман çын çылăха кĕрет.
Иаков 5
Пуянлăх пирки асăрхаттарни
(1) Эй, эсир, пуянсем! Хăвăра кĕтекен инкексемшĕн макăрăр, ÿлесе йĕрĕр!
(2) Сирĕн пуянлăх çĕрсе кайнă, сирĕн тумтире кĕве çисе янă.
(3) Ылтăн-кĕмĕлĕр тутăхнă. Çав тутăх сире хирĕç кăтартса параканĕ пулĕ, вăл сирĕн ÿт-пĕвĕре вут пек пĕтерĕ. Эсир мул пухрăр-пухрăр, анчах та юлашки кунсем çитрĕç.
(4) Сирĕн уйсене тарçăсем вырса пуçтарчĕç, анчах та эсир вĕсене тÿлемерĕр. Выракансем халĕ сасăпах йĕреççĕ, вĕсен сассине Хуçа Турă Саваоф илтрĕ.
(5) Эсир ку тĕнчере иртĕхсе, киленсе пурăнтăр; ĕнтĕ пусма самăртнă выльăх пекех мăнтăрланса кайрăр.
(6) Эсир Тÿррине айăп хурса вĕлертĕр, Вăл вара сире хирĕç тăмарĕ.
Чăтăмлăх тата кĕлĕ
(7) Эй, тăвансем! Çапла вара Хуçамăр киличчен чăтăмлă пулăр. Çĕр ĕçченĕ паха тыр-пул туса илмешкĕн мĕн чухлĕ кĕтнине асра тытăр: вăл кĕрхи çумăра та, çурхи çумăра та чăтăмлăн кĕтет.
(8) Эсир те чăтăмлăн кĕтĕр. Чун-чĕрĕрсене çирĕплетĕр, мĕншĕн тесен Хуçамăр тепре килес вăхăт çывăх ĕнтĕ.
(9) Эй, тăвансем! Айăпа юлас мар тесен пĕр-пĕрне ан ÿпкелешĕр. Ĕнтĕ Суд тăваканĕ алăк умĕнчех тăрать.
(10) Эй, тăвансемĕр! Асапсене тÿсмешкĕн, чăтăмлă пулмашкăн эсир Хуçамăр ячĕпе калаçнă пророксенчен тĕслĕх илĕр.
(11) Нумай чăтнисене эпир телейлисем тетпĕр. Эсир Иов чăтăмлăхĕ çинчен илтнĕ. Хуçа Турă ирĕкĕпе унăн асапĕсем мĕнле вĕçленнине те пĕлетĕр. Мĕншĕн тесен Хуçа Туррăн ырă кăмăллăхĕпе хĕрхенÿлĕхĕ нумай.
(12) Эй, тăвансемĕр! Чăн малтанах эсир тупа тума пăрахăр: çĕрпе те, пĕлĕтпе те – нимĕнпе те тупа ан тăвăр. Айăпланмалла пулас мар тесессĕн сирĕн сăмахăр: «Çапла, çапла» тата «Çук, çук», – тени кăна пултăр.
(13) Сирĕнтен кам та кам инкеке лексен, кĕлтутăр. Кам та кам савăнăçлă пулсан, псаломсем юрлатăр.
(14) Кам та кам чирлесен, Хăй патне Чиркÿ пресвитерĕсене чĕнтĕр. Вĕсем уншăн кĕлтуччăр, Хуçамăр ячĕпе чирлин пуçне елей сĕрччĕр.
(15) Çирĕп ĕненсе кĕлтуни вара чирлĕ çынна сыватĕ, Хуçа Турă ăна ура çине тăратĕ. Çав çын çылăха кĕнĕ пулсан, çылăхĕсем каçарăнĕç.
(16) Хăвăр çылăхăрсене пĕр-пĕрне уçса парăр. Сывалас тесессĕн пĕр-пĕриншĕн кĕлтăвăр. Тÿрĕ çын хĕрÿллĕн кĕлтуни тем тума та пултарать!
(17) Илия пирĕн пек çынах пулнă. Вăл çумăр ан çутăрччĕ тесе хĕрÿллĕн кĕлтунă та – виçĕ çул та ултă уйăх çĕр çине тумлам çумăр та ÿкмен.
(18) Кайран татах кĕлтунă та – тÿпе çумăр ярса панă, çĕр тулăх тырпул ÿстернĕ.
(19) Эй, тăвансем! Сирĕнтен пĕри-пĕри чăнлăхран пăрăнса кайсан, тепри ăна чăнлăх çулĕ çине тавăртăр.
(20) Çакна пĕлсе тăрăр: суя çултан чăнлăх çулĕ çине тавăракан çын хайхи çылăха кĕнин чунне вилĕмрен çăлса хăварать, çапла майпа нумай-нумай çылăх каçарăнĕ.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓
[…] тухат̌. Турă Хăйĕн ырăлăхне йăвашшисене, анђах парат̌ (Іак. 4, 6). Турă Хăйĕн пророкĕ урлă каланă: “кам ман […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] тухат̌. Турă Хăйĕн ырăлăхне йăвашшисене, анђах парат̌ (Іак. 4, 6). Турă Хăйĕн пророкĕ урлă каланă: “кам ман […]
КилĕштересКилĕштерес