Сăваплă Апостолсен Ĕçĕ-хĕлĕ


Сăваплă Апостолсен Ĕçĕ-хĕлĕ

Тупмалли

1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21 22 23 24 25 26 27 28

 

 

Ĕçĕ-хĕлĕ 1

Иисус тÿпене çĕкленни

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) – (2) Эй, Феофил, эпĕ хамăн малтанхи кĕнекемре Иисус Хăй ĕçне тума пуçланăранпа тÿпене çĕкленичченех мĕн-мĕн туни тата мĕне вĕрентни çинчен пĕтĕмпех çырнăччĕ. Хăй суйласа илнĕ апостолĕсене Вăл тÿпене çĕкленнĕ кун Святой Сывлăш хăвачĕпе хушусем парса хăварнă.

(3) Асапланса вилнĕ хыççăн Вăл вĕренекенĕсене хĕрĕх кун хушши курăннă, Хăй чĕррине нумай хутчен çирĕплетнĕ, Турă Патшалăхĕ çинчен кала-кала кăтартнă.

(4) Вара, вĕсене пĕрле пуçтарса, Вăл çапла хушса хăварнă: «Иерусалимран ан кайăр, Аттем мĕн шантарнине кĕтĕр, ун пирки Эпĕ сире каланăччĕ.

(5) Мĕншĕн тесен Иоанн шывпа тĕне кĕртнĕ, эсир вара тепĕр темиçе кунран Святой Сывлăшпа тĕне кĕрĕр».

(6) Çавăнпа та пĕрле пуçтарăннă апостолсем Унран çапла ыйтнă: «Хуçамăр! Эсĕ çав хушăра Израиль халăхне çĕнĕрен патшалăх туса парасшăн мар пулĕ те?»

(7) Вăл вара вĕсене каланă: «Аттем Хăй ирĕкĕпе палăртса хунă вăхăтпа куна пĕлесси сирĕн ĕçĕр мар.

(8) Анчах та Святой Сывлăш сирĕн çине ансан эсир хăват илĕр. Вара Ман çинчен Иерусалимра та, пĕтĕм Иудейăра та, Самарире те, тĕнче хĕррине çитичченех каласа çирĕплетекенсем пулăр».

(9) Çак сăмахсене каласан вĕсен куçĕ умĕнчех Вăл тÿпене çĕкленнĕ те Ăна пĕлĕт илсе кайнă. Вăл куçран çухалнă.

(10) Вăл тÿпене çĕкленнине апостолсем пăхса тăнă. Çав вăхăтра, тÿпенелле пăхнă чухне, вĕсем сасартăк хăйсемпе юнашар шурă тумлă икĕ çын тăнине курнă.

(11) «Эй, Галилея çыннисем! – тенĕ вĕсем. – Мĕн эсир тÿпенелле пăхса тăратăр? Эсир Иисус хăвăртан уйăрăлса тÿпене çĕкленнине куртăр. Вăл тÿпене епле çĕкленчĕ, килессе те çавнашкалах килĕ».

Иуда вырăнне урăх апостола суйлани

(12) Апостолсем вара Елеон текен ту çинчен Иерусалима тавăрăннă. Тăвĕ Иерусалимран инçех те мар, шăмат кун утма юранă çул тăршшĕнче, пĕр çухрăма яхăнра, вырнаçнă пулнă.

(13) Тавăрăнсассăн вĕсем хăтлă пÿлĕме хăпарнă. Унта Иисусăн çак вĕренекенĕсем пулнă: Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковĕ, Симон Зилот тата Иаковпа пĕртăван Иуда.

(14) Вĕсем пурте пĕр шухăш-кăмăлпа Турра кĕлтуса пурăннă. Вĕсемпе пĕрле унта темиçе хĕрарăм, Иисус Амăшĕ Мария тата Иисусăн тăванĕсем пулнă.

(15) –

(16) Тепĕр темиçе кунран çавăнта çĕр çирĕм çынна яхăн пухăннă. Çавăн чухне Петр тăрса Иисус вĕренекенĕсене çапла каланă: «Тăван çыннăмсем! Иисуса тытакансене ертсе пынă Иуда çинчен Святой Сывлăш Давид сăмахĕсемпе малтанах пĕлтерсе хунă. Çырнинчи çав сăмахсен пурнăçланмалла пулчĕ.

(17) Мĕншĕн тесен Иуда пирĕнпе пĕр йышраччĕ, Турă ĕçне тума ăна та шăпа тухнăччĕ.

(18) Анчах та таса мар ĕçшĕн илнĕ укçипе Иуда пĕр ана çĕр туянчĕ. Унăн виллине те, питĕ хытă ÿкнипе вар-хырăмĕ çурăлса, ăш-чикки тухса кайнăскере, çав ана çинчех тупнă.

(19) Çакна Иерусалим çыннисем пурте пĕлеççĕ, çавăнпа вăл ана вырăнне тăван чĕлхипе вĕсем Акелдама тесе ят панă, ку вăл Юн Ани тени пулать.

(20) Псалом кĕнекинчех çапла çырнă: „унăн кил-çурчĕ пушанса юлтăр, унта пурăнакан ан пултăр“, тата „ăна шанса панă ĕçе урăххи тутăр“ тени те пур.

(21) Çапла вара ун вырăнне пирĕн урăххине суйламалла. Вăл çын Иисус Хуçамăр пирĕнпе пулнă чухне яланах Ун хыççăн çÿренĕскер пулмалла.

(22) Вăл çын Иоанн шыва кĕртнинчен пуçласа Иисус тÿпене çĕкленнĕ кунчченех пирĕнпе пулса, Вăл чĕрĕлсе тăнине çирĕплетсе пĕлтерекен пулмалла».

(23) Вара икĕ çынран пĕрне суйлама сĕннĕ: пĕри Варсава, тепĕр майлă тата Иуст текен Иосиф, пулнă; тепри – Матфий.

(24) «Хуçамăр! – тенĕ вĕренекенĕсем кĕлтуса. – Эсĕ кашнин чĕрине витĕр курса тăратăн, çак иккĕшĕнчен пĕрне, Ху суйласа илнине, кăтартсамччĕ.

(25) Иуда йышран уйăрăлса хăй каймалли çĕре кайрĕ. Ун вырăнне апостол тивĕçне камăн туса пымаллине кăтартсамччĕ!»

(26) Вара вĕсем шăпа янă та, шăпи Матфие тухнă. Ăна вара вун пĕр апостолпа пĕрле пĕр йыша кĕртнĕ.

Ĕçĕ-хĕлĕ 2

Святой Сывлăш анни

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Аллăмĕш кун уявĕ çитсен, вĕсем пурте пĕрле пĕр шухăш-кăмăлпа пухăннă.

(2) Сасартăк тÿперен вăйлă çил-тăвăл кĕрлесе килнĕ чухнехи пек сасă илтĕннĕ, вĕсем пухăннă çурт шăв-шавпа тулса ларнă.

(3) Унтан апостолсене пайăркаланса тăракан вут чĕлхи пек чĕлхесем курăннă, вĕсем кашнин тĕлне пĕрер аннă.

(4) Унтан пурин чун-чĕри те Святой Сывлăшпа тулнă та вĕсем пурте Сывлăш панă пултарулăхпа хăйсем унччен пĕлмен чĕлхесемпе калаçа пуçланă.

(5) Çав вăхăтра Иерусалимра хулари тата тĕрлĕ çĕр-шывсенчи хытă ĕненекен иудейсем уява пуçтарăннă пулнă.

(6) Çак кĕрлекен сасă илтĕнсен халăх пухăнса тулнă та аптăрасах кайнă, мĕншĕн тесен кашниех хайхи апостолсем вĕсен тăван чĕлхипе калаçнине илтнĕ.

(7) «Çак тĕрлĕ чĕлхесемпе калаçакансем пурте Галилея çыннисем мар-и вара? – тĕлĕнмеллипех тĕлĕнсе ыйтнă вĕсем пĕр-пĕринчен.

(8) – Епле-ха эппин пирĕнтен кашниех харпăр-хăй ачаран калаçнă чĕлхене илтеет?

(9) Эпир – Парфи, Миди, Елам çыннисем; Месопотамире, Иудейăра, Каппадокире, Понтра, Асире,

(10) Фригипе Памфилире тата Египетра пурăнакансем; Киринея çывăхĕнчи Ливи çĕрĕнчисем; Римран килнисем; иудейсем тата иудей тĕнне йышăннă урăх халăх çыннисем,

(11) Критпа Арави çыннисем – эпир пурте Туррăн хăватлă ĕçĕсем çинчен апостолсем пирĕн тăван чĕлхесемпе каланине илтетпĕр!»

(12) Ăнран каймалла тĕлĕннипе вĕсем пĕр-пĕринчен: «Мĕне пĕлтерет-ши ку?» – тесе ыйтнă.

(13) Хăшĕ-пĕри тата тăрăхласа çапла каланă: «Вĕсем пылак хĕрлĕ эрех ĕçсе лартнă».

Аллăмĕш кун уявĕнче Петр каланă сăмах

(14) Вара Петрпа вун пĕр апостол пухăннă халăх умне тухнă, Петр пурне те илтмелле çапла каланă: «Иудейсемпе мĕн пур Иерусалим çыннисем! Çакна пĕлсе тăрăр, ман сăмахăма тимлĕн итлĕр:

(15) Эсир вĕсене ÿсĕр тесе шухăшлатăр, вĕсем ÿсĕр мар, мĕншĕн тесен вăхăчĕ те халь ирхи тăхăр сехет кăна-ха.

(16) Ку – Иоиль пророк сăмахĕсем пурнăçланни:

(17) „Юлашки кунсенче, – тесе калать Турă, – Хамăн Сывлăшăма пур çын çине те ярăп. Сирĕн ывăлăрсемпе хĕрĕрсем пророкла калаçа пуçлĕç. Сирĕн çамрăкăрсем тĕрлĕрен курăнусем курĕç. Сирĕн ватă çыннăрсене тĕлĕкре вăрттăнлăх уçăлĕ.

(18) Çав кунсенче Хамăн Сывлăшăма арçын чурамсемпе хĕрарăм чурамсем çине те ярăп, вара вĕсем те пророкла калаçĕç.

(19) Çÿл тÿпере хăватсем кăтартăп, аялта çĕр çинче паллăсем кăтартăп: юн та, вут та пулĕ, тĕтĕм йăсăрланĕ.

(20) Хуçа Туррăмăрăн аслă та мухтавлă кунĕ çитиччен хĕвел тĕттĕмленĕ, уйăх юнланĕ.

(21) Çавăн чухне кам та кам Хуçамăр ятне асăнĕ, çав çăлăнĕ“.

(22) –

(23) Эй, Израиль çыннисем! Çак сăмахсене тимлесе итлĕр: эсир Иисус Назорея, Турă малтанах пĕлсе, палăртса хунипе сутмалла пулнăскере, тытрăр та Ăна çылăхлисен аллине патăр. Пĕлетĕр ĕнтĕ, Турă Унăн тивĕçлĕхне сирĕн хушшăрта Ун урлă хăватсем, тĕлĕнмелле ĕçсем, паллăсем кăтартса сире пĕлтерчĕ. Эсир Иисуса вĕлерттертĕр,

(24) анчах та Турă Ăна вилĕм тыткăнĕнчен хăтарса чĕртсе тăратрĕ, Ăна вилĕм те тытса чараймарĕ.

(25) Давид Ун çинчен çапла каланă: „Эпĕ яланах Хуçамăра кураттăм, мĕншĕн тесен эпĕ иккĕленесрен Вăл манăн сылтăм енче тăратчĕ.

(26) Çавăнпа чĕрем савăнăçпа тулать, сăмахăмсем хаваслă, шанчăк пуртан ÿт-пĕвĕм те канăçса лăпланĕ.

(27) Мĕншĕн тесен Эсĕ чунăма вилнисем хушшинче хăвармăн, сăваплă çыннуна çĕрсе кайма памăн.

(28) Эсĕ мана пурăнăç çулне кăтартрăн, Хăвăн умăнта Эсĕ чун-чĕреме савăнăçпа тултарăн“.

(29) Эй, тăван çыннăмсем! Давид мăн асаттемĕр пирки сире хăю çитерсе калам: вăл вилнĕ те ăна пытарнă; унăн вил тăприйĕ те халичченех сыхланса юлнă-ха.

(30) Ĕнтĕ пророк пулнă пирки вăл Турă тупа тусах престол çине хăйĕн йăхĕнчен Суйласа илнине лартма сăмах панине пĕлсе тăнă.

(31) Христос чĕрĕлсе тăрасси пирки Давид малтанах каланă, Унăн чунĕ вилнисем хушшинче юлмĕ, ÿчĕ çĕрмĕ тенĕ.

(32) Ăна, Иисуса, Турă чĕртсе тăратнине эпир пурте хамăр куçпа хамăр куртăмăр.

(33) Çапла вара, Турă Хăйĕн хăватлă аллипе Иисуса тÿпене çĕкленĕ. Вăл Хăйне шантарнă Святой Сывлăша Ашшĕнчен илнĕ. Эсир халĕ мĕн курса-илтсе тăратăр, çавă йăлтах Иисус хăвачĕпе пулса иртет.

(34) –

(35) Давид тÿпене çĕкленмен, анчах та вăл хăех çапла калать: «„Эпĕ Санăн тăшманусене уру айне тăвиччен Эсĕ Манăн сылтăм енче, хисеплĕ вырăнта лар“, – тенĕ Хуçамăр манăн Хуçама».

(36) «Çапла вара, пĕтĕм Израиль çыннисем, çакна çирĕп пĕлсе тăрăр: эсир пăталанă Иисуса Турă пирĕн Хуçамăр тата Çăлаканăмăр турĕ».

(37) Çак сăмахсем итлекенсен чĕрисене пырса тивнĕ, вара вĕсем Петрпа ытти апостолсенчен ыйтнă: «Тăван çыннăмăрсем! Пирĕн халĕ мĕн тумалла-ши?»

(38) Вара Петр вĕсене çапла каланă: «Ÿкĕнĕр, çылăх каçарттарма сирĕнтен кашниех Иисус Христос ячĕпе тĕне кĕтĕр. Вара Святой Сывлăш тивлетне илейĕр.

(39) Мĕншĕн тесен эсир те, ачăрсем те, катари тăвансем те – Турă чĕнсе илнисем пурте – Турă пама пулнине илмешкĕн тивĕçлĕ».

(40) Петр вĕсене татах нумай сăмах каласа ăнлантарнă, ÿкĕтленĕ: «Çак пăсăк ăрупа пĕрле айăплав тивесрен çăлăнса юлăр», – тенĕ вăл.

(41) Вара унăн сăмахне хапăлласа йышăннисем тĕне кĕнĕ, çав кун тепĕр виçĕ пин ĕненекене яхăн хутшăннă.

(42) Вĕсем апостолсен сăмахĕсенчен иртмен, пĕрле çăкăр хуçнă, пĕрле кĕлĕ тунă.

Ĕненекенсен пурăнăçĕ

(43) Ĕненекенсем пурте Турра хисеплесе, Турăран хăраса пурăннă. Иерусалимра апостолсем урлă тĕрлĕ хăватсем, паллăсем пулнă.

(44) Ĕненекенсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă, мĕн пурри те вĕсен йăлтах пĕрлехи пулнă.

(45) Вĕсем хăйсен пурлăхне, япалисене сутса кама кирлĕрех, çавсене валеçнĕ.

(46) Пĕр шухăш-кăмăллă пулса вĕсем кулленех Турă Çуртне пуçтарăннă. Килĕсенче, çăкăр хуçса валеçнĕ чухне, савăнăçлăн та йăваш кăмăллăн апатланнă.

(47) Ĕненекенсем Турра мухтаса пурăннă, халăх вĕсене юратнă. Хуçамăр вара çăлăнакансен йышне – Хăйĕн Чиркĕвне – куллен ÿстерсех пынă.

Ĕçĕ-хĕлĕ 3

Петр уксаха сыватни

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Пĕррехинче Петрпа Иоанн кăнтăрла иртни виçĕ сехетре пулакан кĕлле Турă Çуртне кайнă.

(2) Çавăнта амăш варĕнченех уксах çуралнă çын пулнă. Турă Çуртне кĕрекенсенчен ыйткаласа ларма çав çынна кашни кунах Илемлĕ Хапха текен мăн алăк умне çĕклесе пырса лартнă.

(3) Петрпа Иоанн Турă Çуртне кĕнине курсан вăл кĕлмĕçленме пуçланă.

(4) Петрпа Иоанн ун çине тинкерсе пăхнă. «Пирĕн çине пăх-ха», – тенĕ Петр.

(5) Вăл вара, кусем мĕн те пулин парĕç-и тесе, апостолсем çине кĕлмĕçленсе пăхнă.

(6) Анчах та Петр çапла каланă: «Ылтăнăм та, кĕмĕлĕм те çук манăн, мĕн пуррине сана паратăп: Иисус Христос Назорей ячĕпе тăр та утса çÿре!»

(7) Вăл уксах çынна сылтăм аллинчен тытса тăма пулăшнă. Çав самантрах лешĕн ури тупанĕсене, чĕркуççийĕсене вăй кĕнĕ,

(8) вăл сиксе тăнă та ута пуçланă. Вăл Турă Çуртне те апостолсемпе пĕрлех кĕнĕ, сиккелесе çÿресе Турра мухтанă.

(9) –

(10) Турă Çуртĕнче пулнисем Илемлĕ Хапха умĕнчи ыйткаласа ларакан уксаха палласа илнĕ. Вăл утакан пулнине тата Турра мухтанине курсан пĕтĕм халăх вăл сывалнинчен питĕ хытă хăраса кайса тĕлĕннĕ.

Соломон притворĕнче Петр каланă сăмах

(11) Уксах пулнă çын, сывалнăскер, Петрпа Иоанран хăпман. Çавăнпа та тĕлĕнсе кайнă халăх Соломон притворĕ текен çĕрте вĕсем тавра пуçтарăннă.

(12) Çакна асăрхасан Петр халăха каланă: «Эй, Израиль çыннисем! Мĕн тĕлĕнсе пăхатăр эсир пирĕн çинеЭпир ăна хамăр хăватпа тата тасалăхпа утмалла туман вĕт-ха!

(13) Авраампа Исаак тата Иаков Турри, пирĕн мăн асаттесен Турри, Хăйĕн Ывăлне Иисуса мухтава кăларчĕ. Эсир вара Ăна тытса патăр. Ăна Пилат хăтарас тенĕччĕ, анчах эсир Пилат умĕнче Унран тунтăр.

(14) Эсир Тасинчен, Тÿрĕлĕхлинчен тунса çын вĕлерекене ирĕке яма ыйтрăр,

(15) пурăнăç Хуçине вара вĕлертĕр. Ăна ĕнтĕ Турă вилĕмрен чĕртсе тăратрĕ, çавна курса çирĕплетекенсем эпир хамăр.

(16) Иисус ятне ĕненни çак эсир куракан, пĕлекен çынна тĕреклĕх пачĕ. Иисус панă ĕненÿ ăна сирĕн куçăр умĕнчех сыватрĕ.

(17) Çапах та, тăванăмсем, эсир, хăвăр пуçлăхсем пекех, пĕлмен пирки Иисусран туннине ăнланатăп.

(18) Христосăн асап тÿсмелле пулнине Турă Хăйĕн мĕн пур пророкĕсем урлă малтанах пĕлтернĕ, Вăл çавна пурнăçларĕ те.

(19) Хăвăр çылăхăрсене тÿрлетес тесе ÿкĕнĕр, Турă енне çавăрăнăр.

(20) Турă парас савăнăç вăхăчĕ çиттĕр, Хăй палăртса хунă Иисус Христоса Вăл сирĕн патăра ятăр.

(21) Хальлĕхе, Турă Хăйĕн авалхи мĕн пур сăваплă пророкĕсем урлă калани пĕтĕмпех пурнăçланас вăхăтчен, Иисусăн тÿперех пулмалла.

(22) Моисей мăн асаттемĕрсене çапла каланă: „Мана пророка кăларнă пекех, Хуçа Туррăр сирĕн валли хăвăр хушшăртанах Пророк кăларĕ. Вăл кирек мĕн каласассăн та, Ăна итлесе пурăнăр.

(23) Çав Пророка итлемен çынсен халăхран уйăрăлмалла, пĕтмелле пулĕ“.

(24) Самуилтан пуçласа унран кайранхи мĕн пур пророксем çак кунсем çитессе пурте малтанах пĕлтернĕ.

(25) Эсир пророксен ывăлĕсем, халал ывăлĕсем. Çав халала Турă сирĕн мăн аслаçăрсене панă, Вăл Авраама çапла каланă: „Санăн йăху урлă çĕр çинчи халăхсем пурте пиллĕх илĕç“.

(26) Сире усал ĕçĕрсенчен сыхласа хăварас тесе Турă Хăйĕн Ывăлне Иисуса вилĕмрен чĕртсе тăратса сире пиллеме чи малтан янă».

Ĕçĕ-хĕлĕ 4

Петрпа Иоанн синедрион канашĕ умĕнче

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Петрпа Иоанн халăха вĕрентнĕ чухне вĕсем патне священниксем, Турă Çурчĕн хуралĕн пуçлăхĕсем тата саддукейсем пырса çитнĕ.

(2) Вĕсене апостолсем халăха вĕрентни тата Иисус чĕрĕлсе тăнă пек вилĕмрен чĕрĕлсе тăмалла тесе ÿкĕтлени питĕ тарăхтарнă.

(3) Вара Петрпа Иоана тытнă та, каç пулса килнĕрен, ирччен хурал аллине пама хушнă.

(4) Вĕрентсе каланă сăмаха итлекенсенчен чылайăшĕ ĕненме пуçланă, çавнашкаллисем пилĕк пин çынна яхăн пулнă.

(5) Тепĕр кунне Иерусалимра иудейсен пуçлăхĕсемпе ятлă-сумлă çыннисем тата саккун вĕрентÿçисем пухăннă.

(6) Унта аслă священник Анна та, Каиафа та, Иоанпа Александр та, аслă священник ăрăвĕнчен тухнă ытти çынсем те пынă.

(7) Вара, апостолсене хăйсем умне тăратса, çапла ыйтнă: «Эсир çак ĕçе мĕнле хăватпа тата кам ячĕпе турăр?»

(8) Çавăн чухне Петр, чун-чĕри Святой Сывлăшпа тулнăскер, вĕсене çапла каланă: «Эй, халăх пуçлăхĕсемпе Израилĕн ятлă-сумлă çыннисем!

(9) Халсăр çынна ырă тунăшăн пире паян явап тыттаратăр пулсан, мĕнле сыватнине тĕпчетĕр пулсан,

(10) Израиль халăхĕ те, эсир те пĕлсе тăрăр: вăл Иисус Христос Назорей ячĕпе сывалчĕ, ăна Иисус сирĕн ума сывă тăмалла турĕ. Эсир Иисуса пăталарăр, Турă Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратрĕ.

(11) –

(12) Эсир, çурт тăвакансем, юрăхсăр тесе ывăтнă чул никĕсри тĕп чул пулса тăчĕ. Çав чул вăл – Иисус. Урăх никам та çăлăнăç кÿреймĕ, мĕншĕн тесен çакă çутă тĕнчере çын панă ятсенчен пире çăлма пултаракан урăх ят çук».

(13) Петрпа Иоанн хăюлăхне курса тата вĕсем вĕренмен ахаль çынсем çеç пулнине асăрхаса, пуçлăхсемпе ятлă-сумлă çынсем тĕлĕнсех кайнă. Çавăнтах, кусем Иисуспа пĕрле çÿренине аса илсен, вĕсене палласа илнĕ.

(14) Анчах та Петрпа Иоанн çумĕнче уксах пулнă çын тăнине курсан, вĕсем нимĕн тавăрса калама та аптăранă.

(15) Вара вĕсем апостолсене синедрионран тухма хушнă та хăйсем хушшинче канашлама пуçланă.

(16) «Мĕн тумалла ку çынсемпе? – калаçнă вĕсем. – Иерусалимра пурăнакансем ĕнтĕ пурте вĕсем чăн-чăн тĕлĕнмелле ĕç тунине пĕлеççĕ. Пулнă япалана эпир пулман тесе калаймăпăр.

(17) Çапах та халăхра тата ытларах сăмах сарăласран пирĕн вĕсене хăратсах çынсем умĕнче Иисус ячĕ çинчен каласа çÿреме чармалла».

(18) Вара апостолсене чĕнсе илсе Иисус ятне асăнма та, Унăн ячĕпе вĕрентме те чарнă.

(19) Анчах та Петрпа Иоанн çапла тавăрса каланă: «Хăвăрах шухăшласа пăхăр-ха: сире Турăран та ытларах итлени Турă умĕнче тĕрĕс пулĕ-и?

(20) Хамăр курни-илтнине эпир калаймасăр тăраймăпăр».

(21) Вара канашра ларакансем апостолсене айăплама май тупаймасăр вĕсене юна-юнах кăларса янă. Тата вĕсем халăхран хăранă, мĕншĕн тесен пулса иртнĕ ĕçшĕн пурте Турра мухтанă.

(22) Тĕлĕнмелле майпа сывалнă çынни хĕрĕх урлă каçнăскер пулнă.

Ĕненекенсем кĕлтуни

(23) Кăларса ярсан Петрпа Иоанн хăйсен ушкăнне тавăрăннă та аслă священниксемпе ятлă-сумлă çынсем хăйсене мĕн-мĕн каланине пĕтĕмпех ĕненекенсене каласа кăтартнă.

(24) Çавна илтсен ĕненекенсем пурте пĕр шухăш-кăмăлпа хыттăн Турра кĕлтума пуçланă: «Эй, Патша Турăçăм! Эсĕ тÿпене те, çĕре те, тинĕсе те – вĕсенче мĕн пуррине те – пĕтĕмпех пултарнă.

(25) Эсĕ Хăвăн чуруна, Давид мăн асаттемĕре, Святой Сывлăшупа çапла калаттарнă: „Чăн Турра пĕлмен халăхсем мĕншĕн пăлханаççĕ-ши, этемсем мĕншĕн пултарас çука тытăнчĕç-ши?

(26) Çĕр çинчи патшасемпе княçсем пĕрле пухăнса Хуçа Туррăмăра тата Вăл Суйласа илнине хирĕç тăчĕç“.

(27) Чăнах та акă çак хулара Иродпа Понтий Пилат, ытти халăхсемпе тата Израиль халăхĕпе пĕрле пухăнса, Санăн çу сĕрсе суйласа илнĕ Святой Ывăлна, Иисуса, хирĕç тăчĕç.

(28) Мĕн пулмаллине, Эсĕ Хăвăн вăй-хăватупа, Хăвăн ирĕкÿпе палăртса хунине вĕсем пурнăçларĕç.

(29) –

(30) Эй, Турăçăм, Эсĕ Хăвăн Святой Ывăлу Иисус ячĕпе чирлисене сыватма, паллăсемпе хăватсем кăтартма аллуна Тăсаканскер, вĕсем пире юнанине курсам. Эй, Турăçăм, Хăвăн чурусене Хăвăн сăмахна вĕрентме хăюлăх парсам».

(31) Кĕлтуса пĕтерсенех вĕсем пухăнса тăнă вырăн чĕтренсе кайнă. Вара пурин те чун-чĕри Святой Сывлăшпа тулнă. Çавăн хыççăн вĕсем пурте Турă сăмахне хăюллăнах вĕрентсе çÿренĕ. Пĕрлешÿллĕ пурăнни

(32) Ĕненекенсенчен чылайăшĕ пĕр кăмăллă, пĕр шухăшлă пулса пурăннă. Харпăр пурлăхне вĕсенчен пĕри те манăн тесе каламан, пурте вĕсен пĕрле пулнă.

(33) Иисус Христос Хуçамăр чĕрĕлсе тăнине апостолсем хăватланса пĕлтернĕ, вĕсем пурте Турă тивлечĕллĕ пулнă.

(34) –

(35) Вĕсем хушшинче çитмен пурăнăçпа пурăнакансем пулман, мĕншĕн тесен çĕр пуррисем, кил-çуртлисем пурте çавсене сутнă, вара укçи-тенкине апостолсене панă. Çапла вĕсем кирек камăн мĕн çитменнине çитерсе тăнă.

(36) Тĕслĕхрен, Кипртан пынă пĕр Иосия ятлă левит пулнă. Ăна апостолсем Варнава тесе ят панă. (Варнава тени «савăнтаракан ывăл» тенине пĕлтерет.)

(37) Çав Иосия та, хăйĕн çĕрне сутса, укçине апостолсен ури умне пырса хунă.

Ĕçĕ-хĕлĕ 5

Ананияпа Сапфира

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Тата Анания ятлă пĕр çын, хăйĕн арăмĕпе Сапфирăпа калаçса татăлса, пĕтĕм пурлăхне сутнă.

(2) Укçин пĕр пайне Анания хăйĕн валли уйăрса хăварнă, ун пирки арăмĕ те пĕлсе тăнă. Юлнă укçине вара апостолсен ури умне пырса хунă.

(3) Анчах та Петр ăна çапла каланă: «Анания, çĕр укçине пытарса хăварса эсĕ Святой Сывлăша улталас терĕн-им? Хăвăн ăшна çав шухăша кĕртме мĕншĕн эсĕ шуйттана ирĕк патăн?

(4) Çĕрÿ, сутиччен, хăвăн марччĕ-им вара? Сутса тунă укçупа хуçаланма та хăвăн ирĕкÿ марччĕ-и? Ултав çулĕ çине мĕн тăратрĕ-ха сана? Эсĕ халĕ çынсене мар, Турра улталарăн вĕт-ха!»

(5) Çак сăмахсене илтсенех Анания ÿксе вилнĕ. Çакăн çинчен пĕлнĕ çынсен пурин те сехри хăпнă.

(6) Унтан çамрăксем тăнă та ăна пытарма хатĕрленĕ, вара илсе кайса пытарнă.

(7) Унта мĕн пулса иртнине пĕлмесĕрех тепĕр виçĕ сехетсенчен çавăнта Анания арăмĕ те пынă.

(8) «Кала-ха мана, – ыйтнă унран Петр, – эсир çĕре çав хака сутрăр-и?» «Çапла, çав хака», – хуравланă хĕрарăм.

(9) Петр ăна каланă: «Епле-ха эсир Хуçа Туррăн Сывлăшне улталама калаçса татăлтăр? Акă, упăшкуна пытарса килекенсем алăкран кĕреççĕ, сана та вĕсем часах йăтса тухĕç».

(10) Хĕрарăм сасартăк ун ури умне тĕшĕрĕлсе аннă, унăн та чунĕ тухса кайнă. Çамрăксем кĕнĕ те, вăл та сывламасăр выртнине курса, ăна йăтса тухса упăшки çумнех кайса пытарнă.

(11) Вара ĕненекенсен пĕтĕм ушкăнĕ те, çавăн çинчен илтнĕ ытти çынсем те питĕ хытă хăраса ÿкнĕ.

Паллăсемпе хăватсем

(12) Халăх хушшинче апостолсем нумай паллăсемпе хăватсем кăтартнă. Хăйсем вĕсем пĕр шухăш-кăмăлпа тăтăшах Соломон притворĕнче пуçтарăннă.

(13) Христоса ĕненменнисем вĕсемпе çывăхланма хăяйман пулин те, халăх апостолсене мухтаса калаçнă.

(14) Ĕненекенсен йышĕ ÿснĕçемĕн ÿссех пынă. Нумай арçынпа хĕрарăм Хуçа Турă енне çавăрăннă.

(15) Урампа иртсе пыракан Петрăн мĕлки те пулин чирлисем çине ÿктĕрччĕ тесе, çынсем вĕсене урама илсе тухса вырăнĕсем çине вырттарнă.

(16) Çавнашкалах Иерусалима таврари ял-хуласенчен халăх пырсах тăнă. Вĕсем унта чирлисене, усал ернисене иле-иле пынă, лешсем вара пурте сывалнă.

Апостолсене хĕсĕрлени

(17) Аслă священникпа саддукейсен ушкăнĕнчи çынсен пурин те чĕрисем кĕвĕçÿпе тулса çитнĕ.

(18) Вара вĕсем апостолсене тытнă та хура халăх тĕрмине хуптарнă.

(19) Анчах та Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ çĕрле тĕрме алăкĕсене уçнă та апостолсене илсе тухса çапла каланă:

(20) «Турă Çуртне кайăр та халăха çак чĕрĕлĕх сăмахĕсене татах вĕрентĕр».

(21) Хăйсене каланă пекех, апостолсем ирхине ирех Турă Çуртне пынă та халăха вĕрентме пуçланă. Çав ирхинех аслă священникпа унăн çыннисем синедрион канашĕнче ларакансене пуçтарнă, унта Израилĕн мĕн пур ятлă-сумлă çыннисене чĕнтернĕ. Вара тĕрмерен апостолсене илсе пыма хушнă.

(22) Анчах та тарçисем, тĕрмене пырсан, апостолсене тупаймасăрах тавăрăннă.

(23) «Тĕрмине шанчăклă питĕрнĕ, – тенĕ вĕсем тавăрăнсан, – алăкĕсем умĕнче те хурал тăрать, çакна эпир хамăр куртăмăр, анчах та уçтартăмăр та – шалта никам та çук!»

(24) Тарçăсен сăмахне илтсен аслă священник, хурал пуçлăхĕ тата ытти аслă священниксем: «Мĕне пĕлтерет-ши ку?» – тесе тĕлĕнсех кайнă.

(25) Кайран пĕрскер çавăнта пынă та кусене çапла пĕлтернĕ: «Хайхи эсир тĕрмене лартнă çынсем Турă Çуртĕнче халăха вĕрентсе тăраççĕ».

(26) Çавăн хыççăн хурал пуçлăхĕпе тарçисем Турă Çуртне кайнă. Хăйсене халăх чулпа пере-пере вĕлересрен хăранипе вара апостолсене ирĕксĕрлемесĕрех илсе пынă.

(27) Илсе пырсан вĕсене синедрион канашĕ умне тăратнă. Вара аслă священник çапла тĕпчесе ыйтнă:

(28) «Çав Çын ячĕпе вĕрентсе ан çÿрĕр тесе сире çирĕппĕнех асăрхаттармарăмăр-и? Эсир вара хăвăр вĕрентĕвĕре пĕтĕм Иерусалимĕпе сарса ятăр, Çав Çын вилнишĕн те пире айăплас тетĕр».

(29) Петрпа ытти апостолсем вара çапла тавăрса каланă: «Турра пăхăнасси этеме пăхăнассинчен ытларах пулмалла.

(30) Эсир йывăç хĕрес çине çакса вĕлернĕ Иисуса пирĕн мăн асаттемĕрсен Турри чĕртсе тăратрĕ.

(31) Израиль халăхне ÿкĕнтерес тесе, çылăхĕсене каçарас тесе Турă Ăна, Пуçлăха тата Çăлакана, Хăйĕн аллипе çĕклесе Хăйĕнчен сылтăм енне, хисеплĕ вырăна, лартрĕ.

(32) Çакна курса çирĕплетекенсем – эпир хамăр тата Турă Хăйне пăхăнакансене панă Святой Сывлăш».

(33) Çакна илтсен синедрион канашĕнчисем урса кайнипе апостолсене вĕлерес тесе те шухăшланă.

(34) Вĕсем хушшинче Моисей саккунне вĕрентекен пĕр Гамалиил ятлă фарисей та пулнă. Халăх ăна питĕ хисепленĕ. Çавă вара канаш умне тухса тăнă та апостолсене вăхăтлăха синедрионран илсе тухма ыйтнă.

(35) Кайран хăй канашра ларакансене çапла каланă: «Эй, Израиль çыннисем! Çак çынсене мĕн тăвасси пирки лайăхрах шухăшласа пăхăр.

(36) Нумаях та пулмасть хăйне аслă çын вырăнне хуракан пĕр Февда ятлăскер сиксе тухнăччĕ. Ун тавра тăватă çĕре яхăн çын та пуçтарăннăччĕ. Анчах та ăна вĕлерсен, унăн ушкăнĕнчисем пурте саланса пĕтрĕç.

(37) Унтан кайран, халăх шутне çыртарнă чухне, Галилейăри Иуда палăрчĕ. Вăл та чылай çынна хăй майлă çавăрчĕ. Анчах хăй те пуçне çирĕ, ун хыççăн кайнисем те саланса пĕтрĕç.

(38) Çавăнпа ĕнтĕ халĕ сире калатăп: ку çынсем çумне ан çулăхăр, ярăр вĕсене. Мĕншĕн тесен вĕсем тытнă шухăш, вĕсем тăвакан ĕç этемрен пулсан, вăл хăйне хăех пĕтĕ.

(39) Турăран пулсан, эсир ăна пĕтереймĕр. Асăрханăр, Турра хирĕç пыракан çынсем пулса тăмалла ан пултăрччĕ сирĕн».

(40) Вĕсем вара Гамалиила итленĕ. Апостолсене чĕнсе кĕрттернĕ те вĕсене чĕн пушăпа хĕнеттернĕ. Унтан, Иисус ячĕпе вĕрентсе çÿреме чарса, кăларса янă.

(41) Иисус Хуçамăр ячĕшĕн хур курма тивĕç пулнишĕн савăнса апостолсем синедрионран тухса кайнă.

(42) Хăйсем вара куллен Турă Çуртĕнче те, килсенче те вĕрентме, Иисус Христос çинчен Ырă Хыпар пĕлтерме чарăнман.

Ĕçĕ-хĕлĕ 6

Çичĕ пулăшакана суйлани

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Вĕренекенсем йышлансах пынă. Грекланнă еврейсем çав кунсенче Иудейăри еврейсене ÿпкелешме пуçланă. Кулленхи пая валеçнĕ чухне пирĕн тăлăх арăмсене кÿрентеретĕр тенĕ вĕсем.

(2) Вара Вун иккĕшĕ мĕн пур вĕренекенсене пухăва чĕнсе çапла каланă: «Турă сăмахне вĕрентме пăрахсах апат-çимĕç валеçме пире аван мар.

(3) Çавăнпа та, тăвансем, хăвăр хушшăртан шанчăклă, Святой Сывлăшпа хăватланнă тата ăслă çичĕ çынна суйлăр. Çак ĕçе туса пыма вĕсене шанса парăпăр.

(4) Эпир хамăр вара ялан кĕлтуса, Турă сăмахне вĕрентсе пурăнăпăр».

(5) Çак сĕнĕве пухăннисем пурте ырланă. Вара вĕсем çирĕп ĕненекен, Святой Сывлăшпа хăватланнă Стефана, унпа пĕрлех Филипа, Прохора, Никанора, Тимонпа Пармена тата Антиохияри Николая суйланă. Еврей мар пулин те, Николай маларах иудей тĕнне тытса пынă пулнă.

(6) Вĕсене апостолсем умне тăратнă. Апостолсем кĕлтуса вĕсем çине аллисене хунă.

(7) Турă сăмахĕ сарăлнăçем сарăлса пынă. Иерусалимра Иисус вĕренекенĕсен шучĕ хăвăрт ÿссе кайнă. Чылай священник та çак ĕненĕве йышăннă.

Стефана тытни

(8) Стефан ятлă çирĕп ĕненÿллĕ те вăйлă чун хаваллĕ çын халăх хушшинче чăн-чăн тĕлĕнмелле ĕçсемпе хăватсем кăтартнă.

(9) Пĕр синагогăна çÿрекен çынсем Стефанпа тавлашса кайнă. Çав синагогăна „Ирĕклисен синагоги“ те тенĕ. Иудейсем унта Киринейăран та, Александрияран та, Киликирен те, Асирен те çÿренĕ.

(10) Анчах та Стефан ăслă калаçнăран вĕсем ăна çĕнтереймен, мĕншĕн тесен Стефана Святой Сывлăш Хăй мĕн каламаллине пĕлтерсех тăнă.

(11) Вара çакскерсем хăш-пĕр çынсене Стефан Турра та, Моисея та хурланине хамăр илтрĕмĕр тесе калама ÿкĕте кĕртнĕ.

(12) Çапла хăтланса çак синагогăна çÿрекенсем халăха та, ятлă-сумлă çынсене те, саккун вĕрентÿçисене те хĕтĕртсе янă. Вара лешсем Стефана ярса тытнă та синедриона илсе кайнă.

(13) Вĕсем çавнашкалах суйса айăп кăтартакансем те хатĕрленĕ. «Ку çын Турă Çурчĕ ларакан сăваплă вырăна та, Моисей саккунне те пĕрмаях хурлать, – тенĕ çавскерсем.

(14) – Назорей Иисус Турă Çуртне те аркатĕ, Моисейран килекен йăла-йĕркесене те улăштарĕ, тесе каланине хамăр хăлхапа хамăр илтрĕмĕр».

(15) Синедрионра ларакансем Стефан çине тинкеререх пăхнă та – унăн сăнĕ ангелăнни пек çуталса тăнине асăрханă.

Ĕçĕ-хĕлĕ 7

Стефан синедрион канашĕнче каланă сăмах

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Çавăн чухне аслă священник Стефанран: «Сана тĕрĕсех айăплаççĕ-и?» – тесе ыйтнă.

(2) Вара Стефан каланă: «Эй, тăван çынсем! Сумлă ватăсем! Итлесемĕр мана. Мухтав Турри пирĕн Авраам мăн асаттемĕре Харрана куçса кайичченех, Месопотамирех курăннă.

(3) „Хăвăн çĕр-шывунтан, тăвану-хурăнташу хушшинчен, аçу килĕнчен тух та, Эпĕ сана кăтартнă çĕр-шывалла кай“, – тенĕ çавăн чухне ăна Турă.

(4) Вара вăл Халдея çĕрĕнчен куçса пырса Харранта вырнаçнă. Ашшĕ вилсен, Турă Авраама çак халĕ эсир пурăнакан çĕр-шыва илсе çитернĕ.

(5) Кунта ăна Турă ура лаппи чухлĕ те çĕр паман. Анчах та, Авраамăн ачи-пăчи пулман чухнех, Турă ăна çак çĕр-шыва хăйне те, ачисене те яланлăха парасса шантарнă.

(6) Турă ăна çапла каланă: „Санăн йăх-тăхăмусем ют çĕре куçса кайĕç, тăватă çĕр çула яхăн вĕсем чура пулса, хĕсĕрленине тÿссе пурăнĕç.

(7) Анчах та Эпĕ, – тенĕ Турă, – вĕсене чуралăхра усракан халăха айăплăп. Вара вĕсем çав çĕр-шывран тухса çак вырăнта мана пуççапса пурăнĕç“.

(8) Вара, халалланине палăртма, ăна ÿт кастарма хушнă. Çапла вара, Исаак çуралсан, саккăрмĕш кун унăн ÿтне кастарнă. Исаакран Иаков çуралнă, Иаковран вун икĕ ăру пуçĕ çуралнă.

(9) Хайхи ăру пуçĕсем, кĕвĕçсе, Иосиф ятлă пĕртăванне Египета чуралăха сутнă, анчах Турă унпа пĕрле пулнă.

(10) Турă унăн мĕн пур хуйхи-суйхине сирнĕ, ăна вичкĕн ăс панă, Египет патшин, фараонăн, кăмăлне ун енне çавăрнă. Вара фараон Иосифа Египет çĕрне те, патша керменне те пăхса тăракан пуçлăха лартнă.

(11) Кайран Египетпа Ханаан çĕрĕсенче выçлăх пуçланнă, питĕ пысăк инкек çитнĕ. Мăн асаттемĕрсем выçса вилмех пуçланă.

(12) Вара Иаков Египетра тырă пур тенине илтсе хăйĕн ывăлĕсене унта малтанхи хут янă.

(13) Иккĕмĕш хут пырсассăн тин Иосиф тăванĕсене хăй кам пулнине уçса панă. Çапла майпа Иосиф ăрăвĕ çинчен фараон та пĕлнĕ.

(14) Иосиф вара хăйĕн ашшĕне Иакова тата тăванĕсене чĕнтерсе пынă. Вĕсем пурĕ çитмĕл пиллĕкĕн пулнă.

(15) Çапла Иаков Египета куçса кайнă. Иаков та, унăн ывăлĕсем те виличченех унта пурăннă.

(16) Вĕсен ÿчĕсене Сихема илсе тавăрăннă, тупăклăха хунă. Çав тупăклăха Авраам Сихемри Еммор ывăлĕсенчен кĕмĕл парса сутăн илнĕ пулнă.

(17) Турă Авраама тупа туса сăмах панин пурнăçланас вăхăчĕ çывхарнăçемĕн Египетра халăх нумайлансах, йышлансах пынă.

(18) Иосифа пĕлмен урăх фараон престол çине ларичченех халăх йышĕ çапла ÿссе пынă.

(19) Ку патша вара пирĕн халăха кураймасăр чеен хăтланнă: çуралса пыракан ачасене вилме кайса пăрахтарса, вăл мăн асаттемĕрсене питĕ хĕсĕрленĕ.

(20) Шпах çав вăхăтра Моисей çуралнă, вăл Турра та килĕшмелле хитре ача пулнă. Ашшĕ килĕнче ăна виçĕ уйăха çитиччен пăхса усранă.

(21) Кайран, кайса пăрахтарсан, ăна фараон хĕрĕ усрава илнĕ те хăйĕн ывăлĕ пекех пăхса ÿстернĕ.

(22) Моисея Египетри мĕн пур ăслăлăха вĕрентсе çитĕнтернĕ; вăл сăмахĕпе те, ĕçĕпе те хăватлă пулнă.

(23) Хĕрĕх çул тултарсан унăн хăйĕн тăванĕсене, Израиль ывăлĕсене, кайса курас шухăш кĕнĕ.

(24) Унта çитсен пĕрне пусмăрланине курнă та ун хутне кĕнĕ. Хур кăтартнăшăн тавăрса вăл Египет çыннине вĕлернĕ.

(25) Турă унăн аллипе çăлăнăç илсе килнине тăванĕсем ăнланĕç тесе шухăшланă вăл, анчах тăванĕсем ăнланайман.

(26) Тепĕр кунне Моисей еврей çынниех еврейпа çапăçнине курнă. Вăл вĕсене çураçтарма тăрăшнă. „Эсир тăвансем-çке-ха, – тенĕ Моисей, – мĕншĕн пĕр-пĕрне кÿрентеретĕр?“

(27) Çавăн чухне вĕсенчен пĕри Моисея аяккалла тĕртсе янă. „Пирĕн пуçлăх, пирĕн судья пулма сана кам ирĕк пачĕ? – тенĕ вăл.

(28) – Ĕнер Египет çыннине вĕлернĕ пек мана та вĕлересшĕн мар-и-ха эсĕ?“

(29) Çак сăмахсене илтсен Моисей Мадиам çĕрне тарса кайнă, ютран пынă çын пулса пурăннă. Мадиамра унăн икĕ ывăл çуралнă.

(30) Хĕрĕхрен иртсен ăна Синай тăвĕ çумĕнчи пуш хирте, çунса тăракан кÿкен тĕмми ăшĕнче, Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ курăннă.

(31) Çакна курсан Моисей питĕ тĕлĕннĕ. Лайăхрах сăнас тесе патнерех пырсан вара ăна Хуçа Туррăмăрăн сасси илтĕннĕ:

(32) „Эпĕ – санăн мăн аслаçусен Турри; Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри“. Моисей, хăранипе чĕтресе, пуçне çĕклесе пăхма та хăяйман.

(33) Вара Хуçа Турă ăна çапла каланă: „Урунти пушмакна хыв, мĕншĕн тесен эсĕ тăракан вырăн – сăваплă çĕр.

(34) Хамăн халăхăма Египетра пусмăрланине Эпĕ куратăп, вăл йынăшнине илтетĕп. Эпĕ ăна хăтармашкăн антăм. Халĕ ĕнтĕ каях, Эпĕ сана Египета яратăп“.

(35) „Сана кам пирĕн пуçлăха, пирĕн судьяна лартрĕ?“ – тесе çынсем йышăнман хайхи Моисея, кÿкен тĕмми ăшĕнче ăна курăннă ангел урлă, Турă пуçлăх тата хăтаракан туса янă.

(36) Çав Моисей халăха Египетран илсе тухнă. Вăл Египетра, Хĕрлĕ тинĕс хĕрринче тата хĕрĕх çула яхăн пуш хирте, тĕрлĕрен паллăсемпе хăватсем кăтартнă.

(37) Шпах çав Моисей Израиль çыннисене каланă: „Мана пророка кăларнă пекех Хуçа Туррăр сирĕн валли хăвăр хушшăртанах Пророк кăларĕ. Ăна итлĕр“.

(38) Шпах çав Моисей пушă хирте пуçтарăннă мăн асаттемĕрсемпе пĕрле пулнă. Пире пĕлтермешкĕн вăл Синай тăвĕ çинче ангелран чĕрĕлĕх сăмахĕсене илнĕ.

(39) Анчах мăн асаттемĕрсем ăна итлемен, чун-чĕрипе йышăнман. Вĕсем каялла Египета тавăрăнасшăн пулнă.

(40) Çавăнпа вĕсем Аарона каланă: „Пире хамăра ертсе пыракан турăсем туса парсамччĕ. Мĕншĕн тесен хамăра Египетран илсе тухнă Моисея мĕн пулнине эпир пĕлместпĕр“.

(41) Çавăн чухне вĕсем, пăру евĕрлĕ кĕлетке туса, ăна чÿкленĕ. Унтан, хăйсем мĕн тунине курса, савăнса уявланă.

(42) Турă вара вĕсене пăрахнă, тÿпери хăватсене пуççапма та чарман. Пророксен кĕнекинчех ун пирки çапла çырнă: „Эй, Израиль йăхĕ! Пуш хирте хĕрĕх çул хушшинче эсир Маншăн выльх пусрăр-и, парнелĕхе кÿтĕр-и? Пусмарăр.

(43) Эсир хăвăрпа пĕрле Молоха кĕлтумалли чатăра, хăвăрăн Ремфан туррăр çăлтăрне илсе çÿрерĕр. Пуççапса пурăнмашкăн эсир хăвăр валли хăвăр кĕлеткесем турăр, çавăнпа Эпĕ сире Вавилонран та аяккарах куçарса ярăп“.

(44) Пирĕн мăн асаттесен пуш хирте кĕлĕ тумалли пуху чатăрĕ пулнă. Çав чатăра епле тумаллине Моисея Турă каланă, ăна тĕслĕхне те кăтартнă.

(45) Мăн асаттесем çав чатăра Иисус Навин ертсе пынипе çĕнĕ çĕрсем çине куçарнă. Унта урăх халăхсем пурăннă пулнă, Турă вĕсене мăн асаттесен куçĕ умĕнчех хăваласа янă. Чатăрĕ вара çавăнта Давид вăхăтĕчченех ларнă.

(46) Давид Турă умĕнче тивлетлĕ пулнă, Иаков Турри валли çурт тăвасчĕ тесе кĕлтунă.

(47) Соломон вара Ун валли çурт туса лартнă.

(48) Анчах та, пророк каланă пек, Çÿлти Турă çын тунă çуртра пурăнмасть. Пророк çапла каланă:

(49) „Манăн престол – тÿпе, Манăн ура айĕ – çĕр. Ман валли эсир мĕнле çурт туса парайăр? – тет Хуçа Туррăмăр. – Эпĕ канас вырăна ăçта тăвайăр?

(50) Мĕн пуррине йăлтах Манăн аллăм пултарман-им вара?“

(51) Эй, эсир, кутăн çынсем! Уçăлман чун-чĕреллĕ, мăкланнă хăлхаллă çынсем! Эсир, мăн аслаçăрсем пекех, яланах Святой Сывлăша хирĕçлетĕр.

(52) Сирĕн мăн аслаçăрсем пророксенчен хăшне хĕсĕрлемен? Тÿрĕлĕхли килессине малтанах каласа хунă пророксене вĕсем вĕлернĕ. Халĕ эсир Ăна Хăйне тытса парса вĕлертĕр!

(53) Ангелсем пулăшнипе сире саккун панăччĕ, анчах эсир вăл саккуна пăхăнас темерĕр».

Стефана вĕлерни

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(54) Çак сăмахсене илтсен синедрионра ларакансем урсах кайнă, шăлĕсене шатăртаттара пуçланă.

(55) Чун-чĕри Святой Сывлăшпа тулнă Стефан вара çÿлелле пăхнă та Туррăн мухтавлăхне тата Туррăн сылтăм енче тăракан Иисуса курнă.

(56) Вăл вара каланă: «Авă, эпĕ тÿпе уçăлса кайнине тата Туррăн сылтăм енче тăракан Этем Ывăлне куратăп».

(57) Çакна илтсен тарăхса-кăшкăрашса, Стефан сăмахĕсене итлес мар тесе хăлхисене хупласа пурте ун çине сиксе ÿкнĕ.

(58) Унтан ăна хуларан илсе тухнă та чулпа пере-пере вĕлере пуçланă. Айăп кăтартакансем хăйсен çиелти тумтирĕсене Савл ятлă çамрăк ури умне хывса хунă та

(59) Стефана чулпа пеме пуçланă. «Эй, Иисус Хуçамăр! Ман чунăма йышăнсам!» – тесе кĕлтунă Стефан.

(60) Унтан, чĕркуçленсе ларса, кăшкăрса янă: «Эй, Турăçăм, вĕсен çак çылăхне шута ан илсем!» Çапла каласанах вăл вилсе кайнă.

Ĕçĕ-хĕлĕ 8

Христоса ĕненекенсене хĕсĕрлени

(1) Стефана вĕлернине Савл ырланă. Çав кунсенче Иерусалимри ĕненекен ушкăна питĕ хĕсĕрлеме пуçланă. Апостолсемсĕр пуçне ытти ĕненекенсем пурте Иудейăпа Самарири тĕрлĕ çĕрсене тарса, сапаланса пĕтнĕ.

(2) Ырă çынсем вара хăйсем хисепленĕ Стефана пытарнă, уншăн кулянса питĕ хытă йĕнĕ.

(3) Савл килрен-киле çÿренĕ, арçынсемпе хĕрарăмсене сĕтĕре-сĕтĕре тухса тĕрмене хуптарнă. Çапла вăл ĕненекен ушкăна тĕп тума тăрăшнă.

(4) Тĕрлĕ çĕре саланнă ĕненекенсем çав хушăра Турă сăмахне вĕрентсе çÿренĕ.

Филипп Самарире вĕрентсе çÿрени

(5) Çапла Филипп Самарири пĕр хулана пынă та унта Христос çинчен ÿкĕтлесе вĕрентнĕ.

(6) Филипп кăтартакан хăватсене курса-илтсе халăх унăн вĕрентĕвне пĕр кăмăллăн тăнланă.

(7) Мĕншĕн тесен усал ернĕ чылай çын ăшĕнчен усал сывлăшсем кăшкăра-кăшкăра тухса тарнă, паралич çапнисем тата уксах-чăлахсем сывалнă.

(8) Хула халăхĕ савăнмаллипех савăннă.

(9) Çав хулара Симон ятлă пĕр çын пурăннă, хăйне вăл темĕнле аслă çын вырăннех хунă. Çавскер тухатса-асамласа Самари халăхне тĕлĕнтерсе пурăннă.

(10) Пĕчĕккисенчен пуçласа çитĕннисем таранах – пурте ăна итленĕ. «Ку çынра Турă хăвачĕ пур», – тесе калаçнă вĕсем.

(11) Тахçантанпах хăйĕн тухатăвĕсемпе тĕлĕнтернĕрен халăх унăн сăмахĕсене тимлесе итленĕ.

(12) Анчах та Филипп Турă Патшалăхĕпе Иисус ячĕ çинчен Ырă Хыпар пĕлтернине илтсен арçынсем те, хĕрарăмсем те унăн ÿкĕтне ĕненсе шыва кĕнĕ.

(13) Симон хăй те ĕненме пуçланă. Шыва кĕрсен вара Филипран хăпмасăрах çÿренĕ. Филипп кăтартакан аслă хăватсемпе паллăсене хăй куçĕпе хăй курса Симон питĕ тĕлĕннĕ.

(14) Самари çыннисем Турă сăмахне йышăннине илтсен, Иерусалимри апостолсем вĕсем патне Петрпа Иоана янă.

(15) Кусем пынă та, Самари çыннисем те Святой Сывлăш илччĕр тесе, вĕсемшĕн кĕлтунă.

(16) Мĕншĕн тесен вĕсенчен пĕрин çине те Святой Сывлăш анман пулнă-ха, вĕсене Иисус Хуçамăр ячĕпе шыва çеç кĕртнĕ пулнă.

(17) Петрпа Иоанн вĕсем çине аллисене хурсан тин вĕсен чун-чĕрисем Святой Сывлăшпа тулнă.

(18) Апостолсем алă хунипе Святой Сывлăш аннине курсан, Симон вĕсем патне укçа илсе пынă.

(19) «Ку хăвата мана та парăр-ха, – тенĕ вăл. – Эпĕ алă хунă çын та Святой Сывлăш илме пултартăрччĕ».

(20) Анчах та Петр ăна çапла каланă: «Турă тивлетне укçалла илме пулать тесе шутлатăн пулсан, хăвăн укçу хăвăнпах пĕттĕр.

(21) Турă умĕнче санăн чун-чĕрÿ таса мар-ха, çавăнпа та эпир тăвакан ĕçе тума санăн пай та, тивĕç те çук.

(22) Ĕнтĕ çак çылăхунтан ÿкĕн те Турра кĕлту, вара, тен, чун-чĕрÿнти йăнăш шухăшу каçарăнĕ.

(23) Мĕншĕн тесен чуну ват йÿççипе тулнине, усаллăх тыткăнне лекнине эпĕ курсах тăратăп».

(24) Симон вара çапла хуравланă: «Хăвăр каланисем мана ан çитчĕр тесе, эсир маншăн та Хуçамăра кĕлтусамăрччĕ».

(25) Апостолсем вара Хуçамăр сăмахне çирĕплетсе пĕлтерсе, вĕрентсе çÿренĕ хыççăн каллех Иерусалима тавăрăннă. Çула май Самари тăрăхĕнчи ялсенче те Ырă Хыпара ÿкĕтлесе вĕрентнĕ.

Филиппа Эфиопи улпучĕ

(26) Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ Филипа каланă: «Тăр та кăнтăралла кай. Унтан Иерусалимран Газăна каякан пушă çул çине тух».

(27) Филипп çапла тунă та. Çул çинче вăл пĕр Эфиопи улпутне, евнуха, тĕл пулнă. Çав улпут Эфиопири Кандакия ятлă хĕрарăм патшан пĕтĕм пуянлăхне пăхса тăраканĕ пулнă. Вăл Иерусалима Турра пуççапма кайнă пулнă.

(28) Каялла вăл хăйĕн урапипех тавăрăннă. Ларса пынă çĕртех вăл Исаия пророк кĕнекине вуласа пынă.

(29) «Çак урапапа юнашар ут», – тенĕ Святой Сывлăш Филипа.

(30) Вăл урапа патне пынă та хайхи Эфиопи çынни Исаия пророк кĕнекине сасăпах вуланине илтнĕ. «Ху мĕн вуланине ăнланатăн-и эсĕ?» – тесе ыйтнă унран Филипп.

(31) «Никам та ăнлантарса памасăр епле ăнланаям?» – тавăрнă лешĕ. Унтан вăл Филипа хăйпе юнашар урапа çине ларма сĕннĕ.

(32) Çырнинче вăл вулакан вырăн çакă пулнă: „Ăна сурăха пусма илсе пынă пек илсе пынă. Вăл, çăмне касакан умĕнче сассăр выртакан путек пек, ним те шарламан.

(33) Ăна, мĕскĕнлетсе, тĕрĕс суд та туман. Унăн йăхĕ-тăхăмĕ пирки вара кам тата мĕн калайĕ? Унăн пурăнăçĕ çĕр çинчен илĕннĕ ĕнтĕ“.

(34) «Кала-ха, çакăнта пророк кам çинчен каланă: хăй çинчен-и е урăххи çинчен?» – ыйтнă Филипран евнух.

(35) Вара Филипп ăна Çырнинчи çак вырăна ăнлантарса пама пуçланă та Иисус çинчен Ырă Хыпар пĕлтернĕ.

(36) Çапла малалла кайса вĕсем пĕр юхан шыв хĕррине çитнĕ. «Кур-ха, – тенĕ евнух, – акă шыв. Мана тĕне кĕме юрать-и?»

(37) «Пĕтĕм чун-чĕрÿнтен ĕненетĕн пулсан, юрать», – тавăрнă ăна Филипп. Лешĕ вара каланă: «Иисус Христос Турă Ывăлĕ пулнине ĕненетĕп».

(38) Вара вăл кÿмине чарма хушнă. Унтан Филиппа евнух иккĕшĕ те шыв хĕррине аннă та, Филипп ăна тĕне кĕртнĕ.

(39) Вĕсем шывран тухсанах евнух çине Святой Сывлăш аннă, Филипа вара Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ çавăнтан илсе кайнă та вăл евнуха курăнми пулнă. Унтан евнух савăна-савăна малалла çул тытнă.

(40) Филипп пăхать те – хăй Азот хулинче иккен. Вара вăл Кесарине çитичченех çула май çывăхри хуласенче Ырă Хыпар пĕлтерсе çÿренĕ.

Ĕçĕ-хĕлĕ 9

Савл Иисуса ĕненме пуçлани

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Хуçамăрăн вĕренекенĕсене чун-чĕререн курайманнипе, вĕлерме те хатĕр пулнипе Савл аслă священник патне пынă.

(2) Вара унран Дамаскри синагогăсенче кăтартма çырусем ыйтса илнĕ. Çав çырусем Савла Иисус вĕрентĕвĕ хыççăн каякансене, арçынĕсемпе хĕрарăмĕсене те, йĕрлесе тупма, вĕсене сăнчăрласа Иерусалима илсе пыма ирĕк панă.

(3) Анчах та çул çинче, Дамаска çитесси инçех те мар юлсан, ăна сасартăк тÿперен çутă çутатса янă.

(4) Вăл çĕре ÿкнĕ. Унтан ăна: «Эй, Савл, Савл! Эсĕ мĕншĕн Мана хĕсĕрлетĕн?» – текен сасă илтĕннĕ.

(5) –

(6) «Кам пултăн Эсĕ?» – тенĕ вăл. Хуçамăр ăна хирĕç тавăрнă: «Эпĕ – эсĕ хĕсĕрлекен Иисус. Çĕнме çук вăя хирĕç ан пыр, хăвнах йывăр пулĕ». «Турăçăм, мĕн тума хушатăн мана?» – ыйтнă чĕтресе-хăраса ÿкнипе Савл. «Тăр та хулана кай, мĕн тумаллине сана унта калĕç», – тенĕ ăна Хуçамăр.

(7) Савлпа пĕрле пыракан çынсем никам курăнмасăрах сасă илтĕннĕрен шак хытса кайнă.

(8) Унтан Савл ура çине тăнă, анчах куçĕсем уçах пулин те, нимĕн те курман. Вара ăна Дамаска аллинчен çавăтса илсе кайнă.

(9) Виçĕ кун хушши вăл нимĕн те курман; çимен те, ĕçмен те.

(10) Дамаскра Анания ятлă пĕр ĕненекен пурăннă. «Анания», – тенĕ ăна Хуçамăр куçа курăнса. «Турăçăм, эпĕ Санăн умăнта», – тенĕ вăл.

(11) Хуçамăр ăна çапла каланă: «Тăр та Тÿрĕ урама кай. Çав урамри Иуда килĕнче Савл ятлă Тарс çыннине ыйт. Вăл халĕ кĕлтăвать.

(12) Хăй патне Анания ятлă пĕр çын пырасси, çав çын алă хурсассăн тин куçĕ куракан пуласси ăна ĕнтĕ курăнчĕ».

(13) «Турăçăм! – тенĕ Анания, – эпĕ Савл çинчен, вăл Иерусалимри Санăн сăваплă çыннусене мĕн чухлĕ усал туни çинчен нумай çынран илтнĕ.

(14) Кунта та вăл аслă священниксенчен çыру илсе килнĕ. Çав хут тăрăх, Санăн ятна асăнакансене тытса çыхмашкăн унăн ирĕк пур».

(15) Анчах та Хуçамăр ăна каланă: «Каях, вăл çын – Эпĕ суйласа илнĕскер. Вăл Манăн ятăма ытти халăхсене, патшасене, Израиль çыннисене пĕлтерекен пулĕ.

(16) Эпĕ Хамах ăна Ман ятăмшăн мĕн чухлĕ асап тÿсмеллине те кăтартăп».

(17) Анания хăйне каланă çурта кайса шыраса тупнă. «Савл тăванăм! – тенĕ вăл пÿрте кĕрсен, ун çине аллине хурса. – Эсĕ çулпа пынă чух сана курăннă Иисус Хуçамăр санăн куçна уçма тата чун-чĕрÿне Святой Сывлăшпа тултарма мана ячĕ».

(18) Çавăнтах, темле каркăç сирĕлнĕ пекех, унăн куçĕсем куракан пулнă. Çав кун вара Савл тĕне кĕнĕ.

(19) Çинĕ хыççăн ăна вăй та кĕнĕ.

Савл Дамаскра вĕрентни

Вĕренекенсемпе пĕрле Савл Дамаскра темиçе кун пурăннă.

(20) Вăл тÿрех синагогăсенче Иисус вăл – Турă Ывăлĕ тесе вĕрентме пуçланă.

(21) Итлекенсем вара пурте тĕлĕнмеллипех тĕлĕнсе каланă: «Иисус ятне асăнакансене Иерусалимра хĕсĕрлекенни çак çын мар-и вара? Вăл кунта та вĕсене тытса çыхса аслă священник патне илсе кайма килменччĕ-им?»

(22) Савлăн ĕненĕвĕ çирĕпленнĕçемĕн çирĕпленсе пынă. Вăл çине тăрсах Иисус – Турă Суйласа илни тесе вĕрентнĕ, Дамаскри иудейсем ăна нимĕнпе те хирĕçлеме пултарайман.

(23) Тепĕртакран иудейсем Савла вĕлерме кавар тунă.

(24) Вĕсем ăна вĕлерес тесе кунĕн-çĕрĕн хапха умĕнче сыхласа тăнă. Анчах та Савл вĕсен шухăшне пĕлнĕ.

(25) Иисус вĕренекенĕсем ăна çĕрле хула хÿми тăрăх лăпă çине лартса антарнă.

Савл Иерусалимра

(26) Дамаскран кайсан Савл Иерусалима пынă. Унта вăл Иисус вĕренекенĕсемпе çывăхланасшăн тăрăшнă, анчах та пурте унран хăранă, вăл чăнах та Христос вĕренекенĕ пулнине шанман.

(27) Варнава вара ăна апостолсем патне çавăтса пынă. Вăл Савла çул çинче Хуçамăр курăннине те, Хуçамăр ăна мĕн каланине те, Иисус ячĕпе Савл Дамаскра епле хăюллăн ÿкĕтлесе вĕрентнине те вĕсене каласа кăтартнă.

(28) Вара Савл вĕренекенсемпе хутшăнса пурăннă. Вăл Иерусалимра Иисус Хуçамăр çинчен уççăнах, хăюллăн вĕрентсе çÿренĕ.

(29) Савл грекланнă еврейсемпе те калаçнă, тавлашнă. Лешсем ăна вĕлересшĕн те пулнă.

(30) Çавна пĕлсен ĕненекен тăванĕсем ăна Кесарине янă, унтан Тарса ăсатнă.

(31) Пĕтĕм Иудейăри, Галилейăри, Самарири ĕненекен ушкăнсемшĕн лăпкă пурăнăç пуçланнă. Ĕненекенсем Турă сăмахне вĕренсе, Хуçа Турăран хăраса пурăннă. Святой Сывлăш хастарлăх панипе вĕсен йышĕ ÿссех пынă.

Энея сыватни

(32) Ĕненекен ушкăнсене кайса çÿренĕ чухне пĕррехинче Петрăн Лиддăри ĕненекенсем патне çитсе курма тÿр килнĕ.

(33) Çавăнта сакăр çул хушши вырăнпа выртакан, паралич çапнă Эней ятлă пĕр çын пулнă.

(34) «Эней, вырăну çинчен тăр, сана Иисус Христос сыватать», – тенĕ ăна Петр. Вăл вара çав самантрах ура çине тăнă.

(35) Лидда хулипе Сарон айлăмĕнче пурăнакансем пурте сывалнă çынна курнă, вара Хуçа Туррăмăра ĕненме пуçланă.

Тавифа

(36) Иоппире Тавифа ятлă пĕр хĕрарăм, Иисус вĕренекенĕ, пурăннă. Тавифа тени «хир качаки» тени пулать. Çав хĕрарăм яланах ырă тума тăрăшнă, чухăнсене пулăшнă.

(37) Анчах пĕррехинче Тавифа хытă чирлесе ÿкнĕ те вилсе кайнă. Ăна вара çуса хăтлă пÿлĕме хунă.

(38) Петр апостол ун чухне Лиддăра пулнă. Лидда Иоппирен инçех пулман пирки ĕненекенсем Петр патне икĕ çынна янă, вĕсем ăна хăвăртрах хăйсем патне пыма чĕннĕ.

(39) Петр вĕсемпе пĕрлех кайнă. Çитсенех ăна хăтлă пÿлĕме илсе кĕнĕ. Куççульленнĕ тăлăх арăмсем Тавифа хăйсем валли çĕленĕ кĕпе-тумтире Петра кăтартма пуçланă.

(40) Петр пурне те пÿлĕмрен тухма хушнă та чĕркуçленсе ларса кĕлтунă. Унтан вăл вилнĕ хĕрарăм енне çавăрăнса каланă: «Тавифа, тăр!» Вара хайхи хĕрарăм куçне уçнă та, Петра курсан, тăрса ларнă.

(41) Петр ăна аллинчен тытса ура çине тăма пулăшнă. Кайран вăл ĕненекен тăвансемпе тăлăх арăмсене кĕме хушнă, лешсем кĕнĕ те чĕрĕ-сывă Тавифăна курнă.

(42) Çакăн çинчен пĕтĕм Иоппире сăмах сарăлнă, вара чылайăшĕ Хуçамăра ĕненме пуçланă.

(43) Петр Иоппире, тир тăвакан Симон ятлă пĕр çын патĕнче, самаях пурăннă.

Ĕçĕ-хĕлĕ 10

Петрпа Корнилий

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Кесарире тăракан Итали полкĕ текен полкра Корнилий ятлă пĕр çĕрпÿ пулнă.

(2) Вăл хăй те, унăн кил-йышĕ те Турра хисеплесе, Турăран хăраса пурăннă. Корнилий халăхшăн нумай ырă ĕç тунă, тăтăшах Турра кĕлтунă.

(3) Пĕррехинче, кăнтăрла иртни виçĕ сехет тĕлнелле, ăна уççăнах Туррăн ангелĕ курăннă. Ангел ун патне пынă та: «Корнилий!» – тенĕ.

(4) Ăна курсан Корнилий хăраса каланă: «Мĕн-ши, ырă çыннăм?» Ангел ăна каланă: «Турă санăн кĕллÿне те, эсĕ чухăнсене пулăшнине те асăрхарĕ.

(5) Халĕ вара Петр текен Симона чĕнме Иоппине çынсем яр.

(6) Вăл тир тăвакан Симон ятлă пĕр çын патĕнче, тинĕс хĕрринчи çуртра, хăна пулса пурăнать. Петр сана та, кил-йышна та çăлăнăç сăмахĕсем калĕ».

(7) Хăйпе калаçнă ангел курăнми пулсан, Корнилий икĕ тарçине тата шанчăклă, Турра хисеплекен хăйĕн пĕр салтакне чĕнсе илнĕ.

(8) Вара, мĕн пулса иртнине йăлтах каласа кăтартса, вĕсене Иоппине янă.

Петра курăнни

(9) Тепĕр кунне, хайхи тарçăсемпе салтак хула патне çывхарнă чухне, Петр кăнтăрлахи кĕлĕ тума хăтлă пÿлĕме хăпарнă.

(10) Çавăнта вăл хырăм выççине туйса илнĕ, унăн çиес килсе кайнă. Апат хатĕрленĕ вăхăтра вăл питĕ хавхаланса кайнă та

(11) сасартăк тÿпе яри уçăлнине курнă. Çав уçăлăхран çĕр çине, ун пуçĕ тĕлнелле, тăватă кĕтессинчен çыхнă сарлака пир евĕрлĕ темĕнле япала анса-анса пынă.

(12) Унăн ăшĕнче çĕр çинчи тĕрлĕрен тăватă ураллă чĕр чун, тискер кайăк, çĕлен-калта, вĕçен кайăк пулнă.

(13) Унтан ăна çакнашкал сасă илтĕннĕ: «Петр, тăр та çаксене пусса çи».

(14) Анчах та Петр: «Çук-çук, Турăçăм! Ирсĕррине, таса маррине эпĕ нихăçан та нимĕн те çимен», – тенĕ.

(15) Вара сасă татах тепĕр хут илтĕннĕ: «Турă тасатнине эсĕ таса мара ан хур».

(16) Çапла виçĕ хутчен пулнă, унтан çав япала каллех тÿпене çĕкленнĕ.

(17) Кунашкал курăну мĕне пĕлтерет-ши тесе аптăраса, Петр шухăша путнă. Шп çав вăхăтра Корнилий янă хайхи çынсем, Симон çурчĕн тĕлне ыйтса пĕлсе, хапхи умне пырса тăнă.

(18) «Петр текен Симон çакăнта-и?» – хыттăн ыйтнă вĕсем.

(19) Петр çаплах курăну пирки шухăшласа тăнă. Çав хушăра Сывлăш ăна каланă: «Симон, сана виççĕн шыраççĕ,

(20) тăр та вĕсем патне ан. Вĕсемпе пĕрле ним иккĕленмесĕрех кай, мĕншĕн тесен вĕсене Эпĕ ятăм».

(21) «Эсир шыраканни эпĕ-ха вăл, – тенĕ ансан Петр çав çынсене. – Эсир мĕн çăмăлпа килсеччĕ?»

(22) Лешсем вара çапла каланă: «Ырă ĕçсем туса, Турăран хăраса пурăнакан, пĕтĕм Иудея халăхĕ сума сăвакан çĕрпĕве, Корнилие, святой ангел курăннă. Çав ангел сана Корнилий патне чĕнсе пыма, санăн сăмахна итлеме хушнă».

(23) Вара Петр вĕсене чĕнсе кĕртнĕ те хăна тунă. Тепĕр кунне, тăрсанах, Петр çав çынсемпе кайнă. Иоппири хăш-пĕр ĕненекен тăвансем те вĕсемпе пĕрле кайнă.

Петр Корнилий патĕнче

(24) Кесарине вĕсем тепĕр куннех çитнĕ. Корнилий, хăйĕн тăванĕ-хурăнташĕсене, çывăх тус-юлташĕсене пуçтарса, вĕсене кĕтсе тăнă.

(25) Петр пырса кĕнĕ чухне Корнилий ăна хирĕç тухса кĕтсе илнĕ, ури умне ÿксе пуççапнă.

(26) Петр ăна тытса тăратнă та çапла каланă: «Тăрах, тăр, эпĕ санашкал çынах-иç».

(27) Корнилийпе калаçкаласа вăл пÿрте кĕнĕ, унта ĕнтĕ туллиех çын пухăннă.

(28) «Пĕлетĕр ĕнтĕ, – тенĕ вĕсене Петр, – пирĕн саккунпа иудейăн ют халăх çыннипе хутшăнма та, унăн кил-çуртне кĕме те юрамасть. Анчах та Турă мана пĕр çынна та ирсĕре е таса мара хума юраманнине уçса пачĕ.

(29) Çавăнпа та, чĕнсен, эпĕ пĕр сăмахсăрах килме килĕшрĕм. Халĕ ĕнтĕ ыйтам-ха: мĕн çăмăлпа чĕнтĕр эсир мана?»

(30) Корнилий çапла каланă: «Тăватăм кун çак вăхăталла эпĕ килте типĕ тытаттăм. Кăнтăрла иртни виçĕ сехетсенче, кĕлтунă чухне, сасартăк ман ума çап-çутă тумтирлĕ çын пырса тăчĕ те

(31) каларĕ: „Корнилий, Турă санăн кĕллÿне илтрĕ, эсĕ чухăнсене пулăшнине асăрхарĕ.

(32) Халĕ вара Петр текен Симона чĕнме Иоппине çынсем яр. Вăл тир тăвакан Симон ятлă пĕр çын патĕнче, тинĕс хĕрринчи çуртра, хăна пулса пурăнать. Вăл килсе сана каласа парĕ“.

(33) Эпĕ çавăнтах сан патна çынсем ятăм. Эсĕ килни аван пулчĕ. Турă сана мĕн хушнине йăлтах итлесчĕ тесе эпир халĕ пурте Турă умĕнче тăратпăр».

(34) Петр çăвар уçса çапла каланă: «Турă çынна кам пулнине кура хакламаннине эпĕ чăнахах куртăм.

(35) Турă сумлăхĕнчен хăракан, чăнлăхпа пурăнакан кирек мĕнле халăх çыннине те Турă кăмăллать.

(36) Турă Израиль ывăлĕсене Иисус Христос урлă канăçлăх çинчен Ырă Хыпар янă. Çав Иисус Христос – пуриншĕн те Хуçамăр.

(37) Иоанн шыва кĕме ÿкĕтлесе вĕрентнĕренпе Галилейăран пуçласа пĕтĕм Иудейăра мĕн-мĕн пулса иртнине эсир пĕлетĕр.

(38) Турă Назаретри Иисуса суйласа илсе Святой Сывлăш тата вăй-хăват пачĕ. Вăл пур çĕрте те ырă ĕçсем туса, усал ернисене сыватса çÿрерĕ, мĕншĕн тесен Турă Унпа пĕрле пулчĕ.

(39) Эпир – Вăл Иудея çĕрĕнче тата Иерусалимра мĕн-мĕн тунине курса çирĕплетекенсем. Юлашкинчен иудейсем Ăна йывăç хĕрес çине пăталаса вĕлерчĕç.

(40) Турă Ăна виççĕмĕш кунне чĕртсе тăратрĕ, çынсене курăнмалла турĕ.

(41) Анчах Вăл пур çынна та курăнмарĕ, Иисус çинчен çирĕплетсе пĕлтерме Турă малтанах суйласа илнĕ çынсене – пире анчах курăнчĕ. Вăл вилĕмрен чĕрĕлсе тăрсассăн эпир Унпа пĕрле ĕçсе çирĕмĕр.

(42) Иисус пире çынсене вĕрентсе çÿреме хушрĕ. Чĕррисене те, вилнисене те Турă хушнипе Суд тăваканĕ Хăй иккенне çирĕплетсе пĕлтерме каларĕ.

(43) Ăна ĕненекенсен Унăн ячĕпе çылăхĕсем каçарăнассине мĕн пур пророксем те çирĕплетсе каланă».

(44) Петр çак сăмахсене каласа тăнă хушăрах вăл вĕрентнине итлесе тăракан мĕн пур çын çине Святой Сывлăш аннă.

(45) Святой Сывлăш тивлечĕ урăх халăх çыннисем çине те аннă. Çавна курсан Петрпа пĕрле унта пынă ÿт кастарнă ĕненекенсем тĕлĕнсех кайнă.

(46) Мĕншĕн тесен лешсем унччен хăйсем пĕлмен чĕлхесемпе Турра мухтанине вĕсем илтнĕ. Вара Петр каланă:

(47) «Хамăр пекех Святой Сывлăш илнĕ çынсене шывпа тĕне кĕртме кам чарма пултарĕ?»

(48) Вăл вара вĕсене Иисус Христос ячĕпе тĕне кĕме хушнă. Унтан кил хуçисем Петра хăйсем патĕнче тата темиçе кунлăха юлма ыйтнă.

Ĕçĕ-хĕлĕ 11

Петр Иерусалимри ĕненекенсем патĕнче

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Урăх халăх çыннисем те Турă сăмахне йышăннине Иудейăри апостолсемпе ĕненекен тăвансем илтнĕ.

(2) Вара, Петр Иерусалима пырсан, ÿт кастарнисем ăна ÿпкелеме тытăннă.

(3) «Эсĕ ÿт кастарманнисемпе хутшăнтăн, вĕсемпе пĕрле ĕçсе çирĕн», – тенĕ вĕсем.

(4) Петр вĕсене мĕн пулса иртнине йĕркипе ăнлантарса пама пуçланă:

(5) «Эпĕ Иоппи хулинче кĕлтăваттăм. Çавăн чухне тăнран кайнă пек пултăм. Сасартăк тÿперен тăватă кĕтессинчен çыхнă сарлака пир евĕрлĕ темĕнле япала аннине куртăм. Вăл ман тĕлех анчĕ.

(6) Эпĕ ун ăшне сăнарах пăхрăм та унта çĕр çинчи тăватă ураллă чĕр чунсем, тискер кайăксем, çĕлен-калтасем, вĕçен кайăксем пуррине асăрхарăм.

(7) Унтан мана „Петр, тăр та çаксене пусса çи“ текен сасă илтĕнчĕ.

(8) „Çук-çук, Турăçăм! – терĕм вара эпĕ. – Ирсĕррине, таса маррине эпĕ нихăçан та нимĕн те çимен“.

(9) „Турă тасатнине эсĕ таса мара ан хур“, – терĕ вара мана сасă тепĕр хут.

(10) Виçĕ хут çапла пулчĕ, унтан каллех пĕтĕмпе пĕлĕте çĕкленсе кайрĕ.

(11) Шăп çав самантра эпĕ пурăнакан çурт умне Кесарирен ман патăма янă виçĕ çын пырса та тăнă.

(12) Сывлăш мана пĕр иккĕленмесĕрех вĕсемпе пĕрле кайма хушрĕ. Çак ĕненекен ултă тăванăм та манпа пĕрле пулчĕç, эпир вара хама чĕннĕ çын килне кайрăмăр.

(13) Вăл пире хăй килĕнчех святой ангела курни çинчен каласа кăтартрĕ. Курăнсассăн ангел çапла каланă пулнă: „Петр текен Симона чĕнме Иоппине çынсем яр.

(14) Вăл сана сăмахсем калĕ, çав сăмахсемпе ху та, пĕтĕм кил-йышу та çăлăнĕ“.

(15) Кайран, эпĕ калаçа пуçласан, маларах хамăр çине аннă пекех, вĕсем çине те Святой Сывлăш анчĕ.

(16) Çавăн чухне эпĕ Хуçамăр сăмахне аса илтĕм. „Иоанн шывпа тĕне кĕртнĕ, сире вара Святой Сывлăшпа тĕне кĕртĕç“, – тенĕччĕ Вăл.

(17) Çапла ĕнтĕ пире, Иисус Христос Хуçамăра ĕненекенсене, панă тивлетех Турă вĕсене те парать пулсан, Турра чăрмав тума камах вара эпĕ?»

(18) Çакна итлесе пĕтерсен вĕсем лăпланнă. «Чĕрĕлĕх илмешкĕн Турă урăх халăхсене те ÿкĕнмелле тунă курăнать», – тенĕ вара вĕсем Турра мухтаса.

Антиохири чиркÿ

(19) Стефана вĕлернĕ вăхăтранпах хĕсĕрленĕ пирки тарса-саланса кайнă ĕненекенсем Финики таранах, Кипрпа Антиохи таранах çитнĕ. Вĕсем Турă сăмахне иудейсемсĕр пуçне урăх никама та вĕрентмен.

(20) Вĕсенчен хăшĕ-пĕри Кипрпа Киринея çыннисем пулнă. Антиохине пырсан çавсем Иисус Хуçамăрăн Ырă Хыпарне грексене те каласа кăтартнă.

(21) Хуçа Турă вĕсене хăват парса тăнăран питĕ нумай çын, ĕненме пуçласа, Турă енне çавăрăннă.

(22) Çакăн çинчен Иерусалимри ĕненекен ушкăна та хыпар çитнĕ. Вара ĕненекенсем Варнавăна Антиохине кайма хушнă.

(23) Турă тивлетне хăй куçĕпе хăй çитсе курсан вăл питĕ хĕпĕртенĕ. Вара Варнава пурне те тÿрĕ кăмăлпа Хуçамăра пăхăнса тăма ÿкĕтленĕ.

(24) Мĕншĕн тесен вăл ырă кăмăллă çын пулнă. Унăн чун-чĕри Святой Сывлăшпа тата ĕненÿпе тулнă пулнă. Варнавăна пула чылай халăх Хуçамăр енне çавăрăннă.

(25) Каярахпа Варнава Савла шырама Тарс хулине кайнă, шыраса тупсан ăна Антиохине илсе пынă.

(26) Вара вĕсем çулталăкĕпех Антиохири ĕненекен ушкăнра нумай-нумай çынна Турă сăмахне вĕрентнĕ. Антиохири вĕренекенсене чи малтан христиансем тесе калама пуçланă.

(27) Çав кунсенче Антиохине Иерусалимран пророксем пынă.

(28) Вара вĕсенчен пĕри, Агав ятли, тăнă та, Святой Сывлăш пĕлтернипе, пĕтĕм тĕнчипех питĕ йывăр выçлăх пуласси çинчен малтанах каласа хунă. Кайран, Клавдий император вăхăтĕнче, çав выçлăх чăнах та пулнă.

(29) Вара вĕренекенсем, харпăр хăй вăй çитернĕ таран, Иудейăри ĕненекенсем патне пулăшу яма шут тытнă.

(30) Шутланă та тунă. Мĕн пуçтарнине вĕсем Варнавăпа Савлран Иерусалимри пресвитерсене парса янă.

Ĕçĕ-хĕлĕ 12

Петра тĕрмене хупни тата ăна ангел ирĕке кăларни

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Ĕненекен ушкăнрисене усал тăвас тесе Ирод патша çав вăхăталла хăшне-пĕрне тĕрмене хуптарнă,

(2) Иоанн пĕртăванне Иакова вара хĕçпе касса вĕлерттернĕ.

(3) Çакна иудейсем кăмăлласах йышăннине курсан вăл тепĕртакран Петра та тыттарнă. Ун чухне тутлăлла çăкăр уявĕн кунĕсем пулнă.

(4) Пасха иртсен Петра халăх умне илсе тухас тесе, Ирод ăна тытса тĕрмене хуптарнă, тăватшар салтакăн тăватă ушкăн хурал тăратса ăна сыхлама хушнă.

(5) Çапла вара Петра тĕрмере хуралласа усранă. Çав вăхăтра ĕненекен ушкăнрисем уншăн питĕ тăрăшса Турра кĕлтунă.

(6) Ирод Петра халăх умне илсе тухас тенĕ чух, çĕрле, икĕ сăнчăрпа тимĕрленĕ Петр икĕ салтак хушшинче çывăрнă. Тĕрме алăкĕсем умĕнче хуралçăсем сыхласа тăнă.

(7) Сасартăк Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ курăннă та, тĕрмене çутă çутатса янă. Ангел Петра аяккинчен тĕртсе вăратнă та: «Тăр хăвăртрах», – тенĕ. Çавăнтах Петр аллинчи сăнчăрсем хывăнса ÿкнĕ.

(8) «Пилĕкне çых, уруна тăхăн», – тенĕ ăна ангел. Петр çапла тунă та. «Тумтирне тăхăн та ман хыççăн пыр», – тенĕ унтан ангел ăна.

(9) Петр тухнă та ангел хыççăн утнă. Ангел мĕн туни чăн пулнине вăл ăнланайман, куçа курăнать пулĕ тесе шухăшланă.

(10) Вĕсем малтанхи хуралпа иккĕмĕш хуралтан иртнĕ, унтан хула çулĕ çинчи тимĕр хапха патне çитнĕ. Умĕнчи хапха хăй тĕллĕнех уçăлса кайсан вĕсем хапхаран кĕнĕ. Çапла пĕр урампа утса тухсан ангел сасартăк куçран çухалнă.

(11) Тăна кĕрсе çитсен Петр хăй ăшĕнче шухăшланă: «Хуçамăр Хăйĕн ангелне ярса мана Ирод аллинчен, иудейсем мĕн кĕтнинчен пуринчен те хăтарчĕ. Тинех çакна чăн-чăннипе ăнланса илтĕм».

(12) Йĕри-тавра пăхса çавăрăнсан вăл Марк текен Иоанн амăшĕ Мария пурăнакан пÿрт умне пынă. Ĕненекенсенчен чылайăшĕ унта кĕлле пуçтарăннă пулнă.

(13) Петр хапхана шаккасан камне пĕлмешкĕн Рода ятлă хĕрарăм тарçă тухнă.

(14) Петра сасăран палласа илсен савăннипе вăл хапхине уçма манса кайсах чупса кĕнĕ те: «Хапха умĕнче Петр тăрать», – тенĕ.

(15) «Аташмастăн-и эсĕ?» – тенĕ лешсем. Хĕрарăм хăйĕннех каланă. «Эппин ку унăн ангелĕ пулех», – тенĕ вара пÿртрисем.

(16) Петр çаплах хапхана шакканă. Хапхине уçсан вара вĕсем ăна курнă та тĕлĕнсех кайнă.

(17) Унтан Петр, аллипе паллă кăтартса, шăпланма ыйтнă, хăйне Хуçамăр тĕрмерен епле кăларнине вĕсене каласа панă. «Çакăн çинчен Иаковпа ытти ĕненекен тăвансене те пĕлтерĕр-ха», – тесе ыйтнă вăл. Вара тухнă та урăх çĕре кайнă.

(18) Тул çутăлсан, Петр ăçта кайса кĕнине пĕлмен салтаксем йăлт аптăраса ÿкнĕ.

(19) Ирод ăна шыраттарнă, анчах тупайман. Вара, хуралçисене айăпласа, вĕлерме хушнă. Унтан Ирод Иудейăран Кесарине кайнă, пĕр хушă çавăнтах пурăннă.

Ирод вилĕмĕ

(20) Ирод Тирпа Сидон çыннисене питĕ çилленнĕ пулнă. Кусем вара калаçса татăлнă та ун патне пынă, патшан хăй патне çывхартнă Власт ятлă тарçине хăйсен енне çавăрса, патшаран килĕшÿ ыйтнă. Мĕншĕн тесен вĕсен çĕрĕнчи халăх Ирод патша çĕрĕнчи тырăпа тăранса пурăннă.

(21) Палăртнă кун, патша тумне тăхăнса, Ирод престол çине ларнă та вĕсемпе калаçу пуçланă.

(22) «Ку – этем сасси мар, Турă сасси!» – тесе кăшкăра пуçланă халăх.

(23) Анчах та çав самантрах Турра мухтав сăмахĕ каламаншăн Ирода Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ вар-хырăм чирĕпе хутлатса лартнă. Унăн ăш-чиккине хурт çисе янă, вăл вилнĕ.

(24) Ĕнтĕ Турă сăмахĕ сарăлнăçемĕн сарăлсах пынă.

(25) Хушнă ĕçĕсене пурнăçласан Варнавăпа Савл Иерусалимран Антиохине тавăрăннă. Хăйсемпе пĕрле вĕсем Марк текен Иоана та илнĕ.

Ĕçĕ-хĕлĕ 13

Святой Сывлăш Варнавăпа Савла чĕнсе илни

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Антиохире, унти ĕненекен ушкăнра, хăшĕ-хăшĕ пророксем, вĕрентекенсем пулнă: Варнавăпа Нигер текен Симеон, Киринея çынни Луций, Ирод пуçлăхпа пĕрле пăхса ÿстернĕ Манаил тата Савл.

(2) Пĕррехинче, вĕсем Хуçамăра кĕлтуса типĕ тытнă вăхăтра, Святой Сывлăш çапла каланă: «Эпĕ Варнавăпа Савла ятарлă ĕç валли чĕнсе илнĕ, вĕсене çав ĕçĕме тума ярăр».

(3) Вара ĕненекенсем типĕ тытса кĕлтунă та, Варнавăпа Савл çине аллисене хурса, вĕсене ăсатса янă.

Апостолсем Кипрта вĕрентсе çÿрени

(4) Святой Сывлăш янă çак икĕ апостол Селевкине çитнĕ, унтан шывпа ишсе Кипра кайнă.

(5) Саламина пырса çитсен вĕсем Турă сăмахне иудейсен синагогисенче ÿкĕтлесе вĕрентнĕ. Иоанн та вĕсемпе пĕрле çÿренĕ, вĕсене пулăшнă.

(6) Пĕтĕм утравĕпех çÿресе тухсан вĕсем Паф хулине çитнĕ. Унта вĕсем иудей çыннине, Вариисус ятлă асамçăна, суя пророка тĕл пулнă.

(7) Вариисус асамçă Сергий Павел ятлă Рим лартнă пуçлăхпа, пит ăслăскерпе, çывăх пулнă. Çав пуçлăх Варнавăпа Савла чĕнтерсе пынă та Турă сăмахне итлесшĕн пулнă.

(8) Хăйне Елима текен Вариисус (Елима тени асамçă тени пулать) Рим лартнă пуçлăх ĕненме пуçласран шикленсе вĕсене хирĕç пынă.

(9) Вара Павел тесе те чĕнекен Савл, чун-чĕри Святой Сывлăшпа тулнăскер, ăна куçранах çапла каланă:

(10) «Эй, шуйттан ывăлĕ, кирек епле чăнлăх тăшманĕ! Санăн чун-чĕрÿ тĕрлĕ ултавлăхпа, тĕрлĕ усаллăхпа тулса ларнă. Çынсене эсĕ Хуçамăрăн тÿрĕ çулĕ çинчен пăрса яма пăрахатăн-и, пăрахмастăн-и?

(11) Халĕ акă Хуçа Турă алли сан тĕле çитрĕ. Эсĕ суккăрланса ларăн, пĕр вăхăт хĕвеле те кураймăн». Сасартăк Вариисуса тĕттĕмлĕх, сĕмлĕх хупласа илнĕ. Вара вăл, унталла-кунталла çавăрăнкаласа, хăйне çавăтмашкăн çын шыранă.

(12) Мĕн пулса иртнине курсан, Хуçамăр вĕрентĕвĕнчен тĕлĕнсе, проконсул ĕненме пуçланă.

Писидири Антиохире

(13) Пафран ишсе кайсан Павелпа юлташĕсем Памфилири Пергине çитнĕ. Иоанн вара вĕсенчен уйăрăлса Иерусалима тавăрăннă.

(14) Кусем Пергирен тата малалла, Писидири Антиохине çитичченех, кайнă. Шмат кун вĕсем синагогăна кĕрсе ларнă.

(15) Саккун кĕнекипе пророксен кĕнекине вуланă хыççăн синагога пуçлăхĕсем вĕсене çын урлă çапла пĕлтернĕ: «Тăван çыннăмăрсем! Сирĕн халăха вĕрентсе калас сăмахăр пур пулсан, калăр!»

(16) Павел ура çине тăнă та, аллипе паллă парса, çапла каланă: «Эй, Израиль çыннисем, эй, Турăран хăракансем, итлĕр!

(17) Çак халăхăн Турри пирĕн мăн асаттемĕрсене суйласа илнĕ. Египет çĕрĕнче пурăннă чухне Турă çак халăха асла кăларнă, Хăйĕн хăватлă аллипе вĕсене унтан ертсе тухнă.

(18) Хĕрĕх çула яхăн вĕсене пуш хирте тăрантарса усранă.

(19) Унтан вара, Ханаан çĕрĕнчи çичĕ тĕрлĕ халăха пĕтерсе, вĕсен çĕрне Хăй халăхне еткерлĕхе уйăрса панă.

(20) Самуил пророк таранчченех Турă вĕсене тÿресем парса тăнă, çапла тăватă çĕр аллă çул иртнĕ.

(21) Унтан вĕсем хăйсем валли патша ыйтнă. Турă вĕсене Вениамин йăхĕнчи Кис ывăлне Саула панă. Саул хĕрĕх çул патшара ларнă.

(22) Кайран, Саула патшаран кăларса, Турă Давида патшана лартнă. Давид çинчен Вăл çапла çирĕплетсе пĕлтернĕ: „Эпĕ Хамăн кăмăлăма каякан çынна, Иессей ывăлне Давида тупрăм. Эпĕ палăртса хунисене вăл пурнăçлĕ“.

(23) Хăйĕн сăмахне тытса, Турă Давид йăхĕнченех Израиль валли Çăлакан Иисуса кăларнă.

(24) Иисус килес умĕн Иоанн пĕтĕм Израиль халăхне çылăхран ÿкĕнсе шыва кĕме ÿкĕтлесе вĕрентнĕ.

(25) Хăйне пÿрнĕ ĕçе вĕçлесе вăл çапла каланă: „Эсир мана кам вырăнне хуратăр? Эсир Кĕтни эпĕ мар. Анчах та акă манăн хыççăн Килекенĕ пулĕ, эпĕ Унăн пушмакне хывма та тивĕçлĕ мар“.

(26) Эй тăван çыннăмăрсем! Авраам йăхĕн ачисем! Эй, Турăран хăракан сирĕн хушшăрти ытти халăх çыннисем! Çак çăлăнăç сăмахне сирĕн валли янă.

(27) Мĕншĕн тесен Иерусалимра пурăнакансемпе вĕсен пуçлăхĕсем Иисуса пĕлеймерĕç, Ăна айăпларĕç. Çапла майпа синагогăсенче кашни шăмат кун вулакан пророксен сăмахĕсем пурнăçланчĕç.

(28) Вĕлерме тивĕçлĕ нимĕнле айăп тупаймарĕç пулин те, вĕсем Пилатран Ăна вĕлерме ыйтрĕç.

(29) Кайран вара, Çырнинче Ун çинчен каланине пĕтĕмпех пурнăçласан, Ăна хĕрес çинчен антарса тупăклăха хучĕç.

(30) Анчах Турă Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратрĕ.

(31) Хăйпе пĕрле Галилейăран Иерусалима пынă çынсене Вăл чылай кун хушши курăннă. Халăха Ун çинчен çирĕплетсе пĕлтерекенсем халĕ ĕнтĕ çавсем.

(32) –

(33) Эпир сире Ырă Хыпар пĕлтеретпĕр. Иисуса вилĕмрен чĕртсе тăратса Турă мăн асаттемĕрсене шантарнине пире, вĕсен ачисене, пачĕ. Иккĕмĕш псаломра каланă пекех пулса тухрĕ. Унта çапла çырнă: „Эсĕ – Манăн Ывăлăм, паянтан Эпĕ Санăн Аçу пулатăп“.

(34) Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратса çĕрте çĕрме памасси пирки те Турă çапла каланă: „Чăнах, Давида пама пулнă ырăлăхăмсене Эпĕ сире паратăп“.

(35) Тепĕр тĕлте çапла çырни те пур: „Хăвăн таса Çыннуна çĕрте çĕрме памăн“.

(36) Хăйĕн ĕмĕрне Турă ирĕкне пурнăçласа ирттернĕ Давид, вилсен, ашшĕсем патнех масар çине кайнă, çĕрнĕ,

(37) анчах та Турă чĕртсе Тăратни çĕрмен.

(38) Çапла ĕнтĕ, тăван çыннăмăрсем, çакна пĕлсе тăрăр: çылăх каçарăнасси çинчен эпир сире Христос ячĕпе пĕлтеретпĕр.

(39) Мĕнле айăпшăн Моисей саккунĕпе тÿрре тухаймарăр, кашни ĕненекен çавсемшĕн пуриншĕн те Иисус урлă тÿрре тухаять.

(40) Хăвăрпа пророксем каланă пек пуласран сыхланăр. Вĕсем çапла асăрхаттарнă:

(41) „Эй, йĕрĕнсе кăна пăхакансем! Курса тĕлĕнĕр те çухалăр! Ĕçĕме Эпĕ сирĕн ĕмĕртех тăватăп. Çав ĕç çинчен сире кам та пулин каласа кăтартас пулсан, эсир ăна ĕненмĕттĕр те“».

(42) Павелпа Варнава иудейсен синагогинчен тухнă чухне ытти халăх çыннисем вĕсенчен тепĕр шăмат кун та çавăн çинченех каласа пама ыйтнă.

(43) Пухăннă çынсем саланнă пулин те, иудейсем тата Турра хисеплекен, тĕне кĕнĕ урăх халăх çыннисем Павелпа Варнава хыççăн кайнă. Павелпа Варнава вĕсемпе калаçнă, вĕсене Турă тивлечĕпе пурăнма ÿкĕтленĕ.

(44) Тепĕр шăмат кун вара пĕтĕм хули тенĕ пекех Турă сăмахне итлеме пуçтарăннă.

(45) Анчах та иудейсем, халăх йышлăн пуçтарăннине курсан, питĕ вĕчĕрхеннĕ. Вара вĕсем Павела хирĕç каласа, усал сăмахпа хăртса, ун сăмахне пÿлсе пынă.

(46) Павелпа Варнава вĕсене хăюллăнах çапла каланă: «Турă сăмахне чи малтан сире вĕрентмеллеччĕ. Анчах та эсир çав сăмаха йышăнмасăр хăвăра хăвăр ĕмĕрлĕх пурăнăçа юрăхсăр тăватăр. Çавăнпа та, акă, эпир урăх халăхсене вĕрентетпĕр.

(47) Мĕншĕн тесен Хуçамăр пире çапла хушса каланă: „Санăн урлă тĕнче хĕррине çитиех çăлăнăç килтĕр тесе, Эпĕ Сана ытти халăхсен çути турăм“».

(48) Çакна илтсен ытти халăх çыннисем савăнса Хуçа Турă сăмахне мухтанă. Ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕмешкĕн малтанах пÿрнисем пурте ĕненме пуçланă.

(49) Çапла Хуçамăрăн сăмахĕ пĕтĕм çĕр-шывĕпех сарăлнă.

(50) Анчах та иудейсем хĕтĕртнипе тĕн-тĕшмĕшлĕ сумлă хĕрарăмсем тата хулара пуç пулса тăракан çынсем Павелпа Варнавăна хĕсĕрлеме пуçланă. Вара вĕсене хăйсен çĕрĕнчен хăваласа янă.

(51) Ури çумĕнчи тусанне вĕсен еннелле силлесе хăварса, апостолсем Иконие кайнă.

(52) Вĕсен вĕренекенĕсен чун-чĕрисем вара савăнăçпа, Святой Сывлăшпа тулнă.

Ĕçĕ-хĕлĕ 14

Иконире

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Павелпа Варнава Иконире те иудейсен синагогине кĕнĕ. Вĕсем çав тери хавхаланса вĕрентнĕрен питĕ нумай иудейпа грек ĕненме тытăннă.

(2) Анчах та ĕненмен иудейсем урăх халăх çыннисене вăрçтарса ярса ĕненекен тăвансене хирĕç тăратнă.

(3) Апла пулин те Павелпа Варнава унта Хуçамăр çинчен хăюллăн вĕрентсе пайтах пурăннă. Апостолсем Хăйĕн тивлечĕпе вĕрентнине çирĕплетсе, Хуçамăр вĕсен аллипе хăватсемпе паллăсем пултарнă.

(4) Çав хушăра хула халăхĕ икке пайланса кайнă: пĕрисем – иудейсем майлă, теприсем апостолсем майлă пулнă.

(5) Урăх халăх çыннисемпе иудейсем, хăйсен пуçлăхĕсемпе пĕрле, Павелпа Варнавăна мăшкăл туса, чулпа пере-пере вĕлерме шухăш тытнă.

(6) Çавна пĕлсен апостолсем Ликаони тăрăхĕнчи Листрăпа Дерви ятлă хуласене, вĕсен таврашĕнчи çĕрсене тухса кайнă.

(7) Вĕсем унта та Ырă Хыпар пĕлтерсе çÿренĕ.

Листрăпа Дервире

(8) Листрăра пĕр утайман çын пурăннă. Çуралассах çавăн пек çуралнăскер, вăл нихçан та утса курман, яланах ларнă.

(9) Павел вĕрентнине вăл та итленĕ. Çавăн чухне Павел ун çине пăхнă та уксах-чăлахăн сывалмалăх ĕненĕвĕ пуррине асăрханă.

(10) «Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе калатăп сана, – тенĕ вăл хыттăн, – тÿрлен те уру çине тăр!» Лешĕ çавăнтах тÿрленсе сиксе тăнă та утма пуçланă.

(11) Павел мĕн тунине курнă халăх ликаон чĕлхипе кăшкăра пуçланă: «Пирĕн пата этем евĕрлĕ пулса турăсем анчĕç!»

(12) Вĕсем Варнавăна Зевс тенĕ. Сăмах ăсти пулнăран Павела Гермес тенĕ.

(13) Хула çумĕнчех Зевс кĕлеткине чÿклемелли вырăн пулнă. Чÿк пуçĕ хула хапхи патне вăкăрсем çавăтса, чечек çыххисем çĕклесе пынă – вăл халăхпа пĕрле чÿк тăвасшăн пулнă.

(14) Анчах та Варнавăпа Павел апостолсем, хăйсен ячĕпе чÿк тăвасси çинчен илтсен, тарăхнипе çийĕнчи тумтирĕсене çурса ярса, халăх хушшине пырса кĕнĕ те çапла кăшкăрнă:

(15) «Эй, халăх! Мĕн хăтланатăр эсир? Эпир сирнешкел çынсемех! Эпир сире çак суя турăсене ан пуççапчăр тесе, чĕрĕ Турă енне çавăрăнччăр тесе вĕрентетпĕр. Чĕрĕ Турă тÿпене те, çĕре те, тинĕсе те тата вĕсенче мĕн пуррине те пултарнă.

(16) Ĕлĕк-авал Турă кашни халăха харпăр хăй çулĕпе çÿреме ирĕк панă.

(17) Çапах та Вăл ырă ĕçĕсемпе пире Хăй çинчен астутарсах тăнă: çумăр çутарнă, тырă-пулăллă çулсем янă, апат-çимĕç панă, чуна савăнтарнă».

(18) Çапла каласа вĕсем халăха аран-аран хăйсене чÿк парнисем кÿме чарнă, килĕсене саланма хушнă. Хăйсем вара, унтах юлса, вĕрентсе пурăннă.

(19) Çавăн чухне Антиохипе Иконирен хăш-пĕр иудейсем пынă. Апостолсем хăюллăн вĕрентнине курсан, вĕсем халăха: «Кусем чăн сăмах каламаççĕ, суяççĕ кăна!» – тесе вĕсенчен пăрăнма ÿкĕте кĕртнĕ. Çапла каласа хĕтĕртсе янă халăх Павела чулпа пере-пере пĕтернĕ. Унтан, чунĕ тухрĕ пулмалла тесе, ăна хула тулашне кăларса пăрахнă.

(20) Анчах та, вĕренекенĕсем ун тавра пуçтарăнсан, вăл ури çине тăнă, унтан хулана тавăрăннă. Тепĕр кунне вара вĕсем Варнавăпа пĕрле Дервине тухса кайнă.

Сирири Антиохине тавăрăнни

(21) Çав хулара Ырă Хыпар пĕлтерсе вĕсем хăйсем тавра тата нумайрах вĕренекен пуçтарнă. Кайран вĕсем Листрăпа Икони урлă, Антиохи урлă каялла тавăрăннă.

(22) Апостолсем вĕренекенĕсен кăмăлне çирĕплетнĕ, ĕненÿпе пурăнма вĕрентсе ÿкĕтленĕ. «Турă Патшалăхне кĕрес тесен пирĕн нумай асап тÿсмелле», – тенĕ вĕсем.

(23) Павелпа Варнава кашни ĕненекен ушкăнрах алă хурса пресвитерсем уйăрса лартнă. Вара апостолсем типĕ тытса кĕлтунă та вĕсене хăйсем ĕненекен Хуçамăр аллине парса хăварнă.

(24) Кайран апостолсем Писиди урлă Памфилине çитнĕ.

(25) Пергире Хуçамăрăн сăмахне вĕрентсе çÿренĕ хыççăн вĕсем Атталине аннă.

(26) Атталирен апостолсем шывпа ишсе каялла Антиохине тавăрăннă. Шпах çакăнта вĕсене Турă тивлечĕпе ĕç шанса панă пулнă, çав ĕçе ĕнтĕ вĕсем пурнăçланă.

(27) Антиохине тавăрăнсан апостолсем ĕненекен ушкăна пухнă та Турă хăйсем урлă мĕн-мĕн тунине, Вăл урăх халăхсемшĕн те ĕненÿ алăкне епле уçса панине пĕтĕмпех каласа кăтартнă.

(28) Вĕренекенĕсемпе пĕрле вĕсем унта чылай вăхăт пурăннă.

Ĕçĕ-хĕлĕ 15

Иерусалимри пуху

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Темле çынсем, Иудейăран пынăскерсем, ĕненекен тăвансене çапла вĕрентнĕ: «Моисей йăлипе ÿт кастармасан çăлăнаймастăр».

(2) Павелпа Варнава çапла вĕрентнипе килĕшмен, çав çынсемпе тавлашсах кайнă. Вара çапла йышăннă: кун пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлме Павелпа Варнавăна тата темиçе ĕненекене Иерусалимри апостолсемпе пресвитерсем патне ярас.

(3) Çапла вара, ĕненекен ушкăнрисем ăсатса ярсассăн, вĕсем Финикипе Самари тăрăх пынă. Çула май вĕсем урăх халăхсем те тĕне кĕни çинчен кала-кала кăтартнă. Çавна илтсен ĕненекенсем питĕ савăннă.

(4) Çапла вĕсем Иерусалима çитнĕ. Унта вĕсене ĕненекен тăвансем, апостолсемпе пресвитерсем хапăлласа йышăннă. Павелпа Варнава вĕсене Турă хăйсем урлă мĕн-мĕн тунине, урăх халăхсемшĕн те ĕненÿ алăкне епле уçса панине йăлтах каласа пĕлтернĕ.

(5) «Эппин халĕ урăх халăх çыннисен те ÿт кастармалла, Моисей саккунне тытса пыма вĕсене те хушмалла», – тенĕ çавăн чухне, ура çине тăрса, Христоса ĕненекен хăш-пĕр фарисейсем.

(6) Вара çак ыйтăва сÿтсе явма апостолсемпе пресвитерсем пухăннă.

(7) Чылай хушă сÿтсе явнă хыççăн Петр тăнă та çапла каланă: «Тăван çыннăмăрсем! Урăх халăхсем Ырă Хыпара ман çăвартан илтсе ĕненччĕр тесе, Турă пирвайхи кунсенченех хамăр хушăран мана суйласа илнине пĕлетĕр.

(8) Çын чĕрине витĕр курса тăракан Турă, пире панă пекех урăх халăхсене те Святой Сывлăш парса, вĕсене те йышăннине пĕлтерчĕ.

(9) Вĕсен чĕрисене ĕненÿпе тасатнăран пирĕнпе вĕсем хушшинче нимĕнле уйрăмлăх та юлмарĕ.

(10) Мĕншĕн-ха эсир халĕ мăн асаттесем те, хамăр та йăтайман çĕклеме вĕренекенсен ĕнси çине хурасшăн пулса Туррăн чăтăмлăхне тĕрĕслетĕр?

(11) Эпир те, вĕсем пекех, Иисус Христос Хуçамăр тивлечĕпе çăлăнасса ĕненетпĕр».

(12) Вара пĕтĕм пуху шăпах пулнă. Пурте Павелпа Варнава мĕн каланине итленĕ. Вĕсем Турă хăйсем урлă урăх халăхсем хушшинче мĕнле-мĕнле паллăсемпе хăватсем кăтартни çинчен каласа панă.

(13) Вĕсем хыççăн Иаков сăмах илнĕ. «Тăван çыннăмăрсем! Итлесемĕрччĕ мана, – тенĕ вăл.

(14) – Турă урăх халăх çыннисене Хăй ячĕпе пухса Хăйĕн халăхĕ тума малтанах кăмăл туни çинчен Симон пире ăнлантарса пачĕ.

(15) Пророксем çырнă сăмахсем те вăл каланипе пĕр килеççĕ. Унта çапла çырнă:

(16) „Кайран Эпĕ тавăрăнăп та Давидăн пăрахăçа тухнă кĕлĕ чатăрне çĕнĕрен юсаса лартăп, ун ăшĕнче мĕн аркатнине çĕнĕрен тăвăп.

(17) Çакна Эпĕ ытти çынсем тата мĕн пур халăхсем, Ман ятăм вĕсем хушшинче сарăлсассăн, Хуçа Турра ăнтăлса шыраччăр тесе тăвăп, тет çаксене пурне те тăвакан Хуçа Турă“.

(18) Турă Хăйĕн пур ĕçĕсене те ĕмĕртенпех пĕлсе тăрать.

(19) Çавăнпа та ĕнтĕ, ман шухăшăмпа, Турă çулне шыракан урăх халăх çыннисене чăрмав кÿмелле мар,

(20) çапла çеç çырса ямалла: чÿклесе ирсĕрлетнĕ апат-çимĕç ан çиччĕр, ан аскăнланччăр, апат-çимĕçе пăвса вĕлернĕ выльх-чĕрлĕх ашĕнчен, юнран ан хатĕрлеччĕр, хăйсемшĕн тутарасшăн маррине çынна та ан туччăр.

(21) Моисей саккунне вĕрентекенсем мĕн авалтан кашни хуларах пур, синагогăсенче ăна шăмат кунсерен вуласа параççĕ». Ĕненекен урăх халăх çыннисем патне янă çыру

(22) Вара апостолсемпе пресвитерсем мĕн пур ĕненекен ушкăнпа пĕрле çапла канаш тунă: хамăр хушăран темиçе çын суйласа илес те вĕсене Павелпа тата Варнавăпа пĕрле Антиохине ярас. Вĕсем ĕненекен тăвансем хушшинче ят-сум илнĕ Варсава текен Иудăна тата Силăна суйласа илнĕ.

(23) Вĕсенчен çакнашкал çыру çырса парса янă: «Антиохипе Сирири тата Киликири урăх халăхсем хушшинчен тухнă ĕненекен тăвансене – апостолсемпе пресвитерсенчен тата ĕненекен тăванăрсенчен. Салам пултăр!

(24) Эпир хамăр патăмăртан тухса кайнă хăш-пĕр çынсем сире тем те пĕр каласа пăтраштарса янă текен сăмаха илтрĕмĕр. Вĕсем ÿт кастармалла, Моисей саккунĕпе пурăнмалла тесе сире иккĕлентерсе янă имĕш. Эпир вĕсене унашкал калама хушса яманччĕ.

(25) Çавăнпа эпир пухăнса канашларăмăр та, темиçе çынна суйласа илсе, вĕсене хисеплĕ Варнавăпа тата Павелпа пĕрле сирĕн патăра яма калаçса татăлтăмăр.

(26) Варнавăпа Павел – хамăрăн Иисус Христос Хуçамăр ячĕшĕн хăйсен чунне парса ĕçлекен çынсем.

(27) Тата эпир Иудăпа Силăна ятăмăр, вĕсем сире çырура каланинех сăмахпа каласа та ăнлантарĕç.

(28) Мĕншĕн тесен Святой Сывлăш та, эпир те сирĕн çине ытлашши çĕклем хурас мар терĕмĕр. Сирĕн çаксене, чи кирлисене кăна, тытса пурăнмалла:

(29) чÿклесе панă апат-çимĕç çимелле мар, апат-çимĕçе юнран, пăвса вĕлернĕ выльх-чĕрлĕх ашĕнчен хатĕрлемелле мар, аскăнланмалла мар, хăвăршăн тутарасшăн маррине çынна та тумалла мар. Çаксене тытса пырсан, аван тăватăр. Сывă пулăр».

(30) Çапла вара, янă çынсем Антиохине çитнĕ те, халăха пухса, çырăва вĕсене панă.

(31) Лешсем вуласа пăхнă та çапла вĕрентсе çырнăшăн питĕ хĕпĕртенĕ.

(32) Иудăпа Сила вара, хăйсем те пророк пулнă май, ĕненекен тăвансене тата нумай каласа вĕрентнĕ, вĕсен ĕненĕвне çирĕплетнĕ.

(33) Унта пĕр вăхăт пурăнсан, ĕненекен тăвансем вĕсене канăçлăх сунса апостолсем патне янă.

(34) Анчах та Сила çавăнтах юлма шухăш тытнă. Иуда вара Иерусалима тавăрăннă.

(35) Павелпа Варнава Антиохирех юлнă. Унта вĕсем ытти нумай юлташĕсемпе пĕрле Хуçамăрăн сăмахне вĕрентсе, пĕлтерсе пурăннă.

Павелпа Варнава хирĕçсе кайни

(36) Нумаях та вăхăт иртмен, Павел Варнавăна çапла каланă: «Атя каллех çула тухар, Хуçамăрăн сăмахне хамăр вĕрентсе çÿренĕ мĕн пур хуласенчи тăванăмăрсем епле пурăннине çитсе курар».

(37) Варнава хăйсемпе пĕрле Марк текен Иоана та илесшĕн пулнă.

(38) Анчах та Павел унпа килĕшмен, мĕншĕн тесен пĕррехинче Памфилире хăйсене хушса янă ĕçе вĕçне çитермесĕрех Марк вĕсене пăрахса кайнă пулнă.

(39) Çавăн пирки вĕсем хирĕçсе каймаллах тавлашнă. Çапла вĕсем пĕр-пĕринчен уйăрăлнă. Варнава вара Марка хăйпе пĕрле илнĕ те, шывпа ишсе, Кипра кайнă.

(40) Павел хăйне юлташа Силăна суйласа илнĕ те çула тухнă. Ĕненекен тăвансем ăна Турă тивлечĕ çине шанса сатса янă.

(41) Вăл вара, ĕненекен ушкăнсене тĕреклетсе, Сирипе Килики тăрăхĕнче çÿренĕ.

Ĕçĕ-хĕлĕ 16

Павелпа Сила хăйсемпе пĕрле Тимофея илни

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Павел Дервине те, Листрăна та çитнĕ. Çавăнта Тимофей ятлă пĕр вĕренекен пурăннă. Амăшĕ унăн Христоса ĕненекен иудей хĕрарăмĕ, ашшĕ грек пулнă.

(2) Тимофей шанчăклă çын пулнине Листрăпа Иконири тăвансем çирĕплетсех каланă.

(3) Павел ăна хăйпе пĕрле илме кăмăл тунă. Çав тăрăхри иудейсем Тимофей ашшĕ грек пулнине пурте пĕлсе тăнăран, иудейсене юрас тесе, вăл Тимофея хăй патне илсессĕнех унăн ÿтне кастарнă.

(4) Вара, хуларан хулана çÿресе, вĕсем ĕненекенсене апостолсемпе пресвитерсем Иерусалимри пухура йышăннă йĕркесене тытса пурăнма вĕрентнĕ.

(5) Çапла чиркĕве çÿрекенсен ĕненĕвĕ çирĕпленсех пынă, ĕненекенсен йышĕ куллен ÿснĕçемĕн ÿснĕ.

Павела Македони çынни курăнни

(6) Святой Сывлăш хăйсене Асире Турă сăмахне вĕрентме чарнă пирки вĕсем Фригипе Галати çĕрĕсем тăрăх çÿренĕ.

(7) Мисине çитсессĕн вĕсем Вифинине каясшăн пулнă, анчах Святой Сывлăш вĕсене унта та вĕрентме яман.

(8) Мисирен вĕсем Троадăна аннă.

(9) Çĕрле вара Павела çакнашкал курăну пулнă. Ун умне пĕр Македони çынни пырса тăнă та йăлăна-йăлăна: «Македонине пырса пире пулăшсам», – тенĕ.

(10) Çак курăну хыççăнах эпир Македонине кайма шухăшларăмăр, Хуçамăр пире унта Ырă Хыпар пĕлтерсе çÿреме чĕнет пулĕ терĕмĕр.

Филиппы хулинчи Лидия тĕне кĕни

(11) Çапла вара, шывпа ишсе, Троадăран тÿрех Самофракине, тепĕр кунне Неаполе çитрĕмĕр.

(12) Унтан эпир Филиппы ятлă хулана кайрăмăр. Филиппы – Македони çĕрĕн çак пайĕнчи хули тата Рим колонийĕ. Çав хулара эпир темиçе кун хушши пурăнтăмăр.

(13) Шăмат кун вара эпир хула хапхинчен юхан шыв хĕррине тухрăмăр. Çавăнти пĕр вырăна ĕненекенсем хăнăхнă йăлипе кĕлĕ тума пухăнаççĕ. Эпир те лартăмăр та пухăннă хĕрарăмсемпе калаçа пуçларăмăр.

(14) Пирĕн калаçăва Фиатир хулинчен пынă Лидия ятлă пĕр хĕрарăм та итлесе ларчĕ. Турра питĕ хисеплекен çав хĕрарăм хаклă йышши пир-авăр сутса пурăннă. Павел сăмахĕсене ăнланса илме Хуçамăр унăн чун-чĕрине уçрĕ.

(15) Кайран вара, хăйне те, кил-йышне те тĕне кĕртсен, Лидия пире çапла каласа тархасларĕ: «Мана эсир Хуçамăра чунтан парăннă çын вырăнне хуратăр пулсан ман патăмра пурăнăр». Çапла вăл пире ÿкĕте кĕртрĕ-кĕртрех.

Павелпа Силăна тытса хупни

(16) Пĕррехинче пире, кĕлĕ тумалли вырăна кайнă чухне, мĕн пулассине калаттаракан усал ернĕ пĕр хĕрарăм тарçă тĕл пулчĕ. Çак хĕрарăм, мĕн пулассине пĕлтерсе, хуçисене чылай тупăш кÿрсе тăнă.

(17) «Çак çынсем – Çÿлти Турă чурисем! Вĕсем пире çăлăнăç çулĕ çинчен хыпарлаççĕ!» – тесе кăшкăрса пычĕ çав хĕрарăм Павелпа пирĕн хыçăмăртан.

(18) Вăл чылай кун хушши çапла хăтланчĕ. Вара Павел, тарăхса кайса, çавăрăнса пăхрĕ те: «Иисус Христос ячĕпе эпĕ сана хĕрарăм ăшĕнчен тухма хушатăп!» – терĕ усал сывлăша. Çав самантрах усал сывлăш ун ăшĕнчен тухрĕ.

(19) Хăйсен тупăш илес шанчăкĕ пĕтнине туйса илнĕ хуçасем вара Павелпа Силăна тытрĕç те хула варрине, пуçлăхсем патне, сĕтĕрсе кайрĕç.

(20) Вара, вĕсене хула пуçлăхĕсем патне илсе пырсан, çапла каларĕç: «Çак çынсем, иудейсем, хула халăхне пăтратса çÿреççĕ,

(21) урăхла йăласем вĕрентеççĕ. Вăл йăла-йĕркесене пирĕн, Рим çыннисен, йышăнма та, тытса пыма та юрамасть».

(22) Халăх та вĕсен хутне кĕмерĕ, хирĕç пулчĕ. Вара Рим пуçлăхĕсем, апостолсен тумтирĕсене сÿсе илсе, патакпа çаптарма хушрĕç.

(23) Чылай хĕненĕ хыççăн вĕсене тĕрмене хупрĕç, хурала тĕрмене хытă сыхлама хушса хăварчĕç.

(24) Хушнине пурнăçласа, хурал пуçлăхĕ вĕсене тĕрмен шалти пÿлĕмне хупнă, урисене йывăç тăлă тăхăнтартнă.

(25) Çур çĕр тĕлнелле Павелпа Сила кĕлтунă, Турра мухтаса юрланă, тĕрмере ларакан ытти çынсем вĕсен кĕлли-юррине итленĕ.

(26) Сасартăк тĕрме никĕсĕ те хускалмалла питĕ вăйлăн çĕр чĕтренсе кайнă. Çавăнтах мĕн пур алăк яри уçăлнă, пурин çинчи сăнчăрсем те татăлса ÿкнĕ.

(27) Хуралçă вăраннă та тĕрме алăкĕсем яри уçă пулнине асăрханă. Вара хупнисем пурте тухса тарнă пулĕ тесе хĕçне ярса тытнă та хăйне хăй вĕлересшĕн пулнă.

(28) Анчах та Павел хыттăн кăшкăрса каланă: «Хăвна ан пĕтерех! Эпир пурте кунтах!»

(29) Хуралçă, çутатмалли пама хушса, тĕрмене чупса кĕнĕ те хăранипе чĕтресе Павелпа Сила умне çĕре ÿкнĕ.

(30) Унтан, вĕсене тĕрмерен ертсе тухсан, çапла каланă: «Эй, хисеплĕ çыннăмсем! Çăлăнас тесен манăн мĕн тумалла ĕнтĕ?»

(31) «Иисус Христос Хуçамăра ĕнен, вара ху та, пĕтĕм кил-йышу та çăлăнĕ», – тенĕ вĕсем.

(32) Унтан ăна хăйне те, ун килĕнчисене пурне те Хуçамăр сăмахне ÿкĕтлесе вĕрентнĕ.

(33) Çав каçах хуралçă вĕсене илсе кайнă та суранĕсене çуса тасатнă; вара тÿрех хăй те, пĕтĕм кил-йышĕ те тĕне кĕнĕ.

(34) Килне илсе пырсан вĕсене апат çитернĕ, Турра ĕненме пуçланăшăн хăйĕн пĕтĕм кил-йышĕпе пĕрле савăнмаллипех савăннă.

(35) Тул çутăлсан хула пуçлăхĕсем хăйсен пулăшуçисене Павелпа Силăна ирĕке кăларма хушса тĕрмене янă.

(36) Тĕрме хуралçи çавна Павела пĕлтернĕ: «Хула пуçлăхĕсем сире кăларса яма хушнă, ĕнтĕ тухăр та канăçлăн кайăрах».

(37) Анчах та Павел вĕсене çапла каланă: «Пире, Рим гражданĕсене, пĕтĕм халăх умĕнче судсăр-мĕнсĕр патакпа çаптарчĕç, унтан тĕрмене хупрĕç. Халĕ вара вăрттăн кăларса ярасшăн-и? Çук, хăйсем килсе хăйсемех кăларса яччăр пире».

(38) Хула пуçлăхĕсен пулăшуçисем çак сăмахсене хăйсен пуçлăхĕсене кайса каласа панă. Вĕсем Рим гражданĕсем тенине илтсен хайхисен сехри хăпнă.

(39) Вара вĕсем пырса каçару ыйтнă; тĕрмерен илсе тухсан, вĕсене хуларан кайма тархасланă.

(40) Павелпа Сила вара тĕрмерен тухсанах Лидия патне кайнă. Унта вĕсем ĕненекен тăвансемпе курнăçса калаçнă, ÿкĕтлесе вĕрентнĕ, унтан тин çула тухнă.

Ĕçĕ-хĕлĕ 17

Павелпа Сила Фессалоникăра

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Амфипольпе Апполони урлă кайса, апостолсем Фессалоникăна çитнĕ. Унта иудейсен синагоги пулнă.

(2) –

(3) Хăнăхнă йăлипе Павел синагогăна кĕнĕ. Вăл унта виçĕ шăмат кун вĕрентнĕ. Павел вĕсене Христосăн асапланмалла, вилĕмрен чĕрĕлсе тăмалла пулни çинчен Çырнинчи сăмахсемпе ĕнентермелле ăнлантарнă. «Эпĕ сире Иисус çинчен ÿкĕтлесе вĕрентетĕп, Иисус вăл шăпах Турă Суйласа илни пулать те ĕнтĕ», – тенĕ вăл.

(4) Иудейсенчен хăшĕ-пĕри ĕненме пуçланă, Турра хисеплекен нумай-нумай грек тата ятлă-сумлă чылай хĕрарăм Павелпа Сила енне çавăрăннă.

(5) Çакна курсан, ĕненмен иудейсем питĕ кĕвĕçсе кайнă. Вĕсем, хула урамĕсенчи путсĕрсене пухса, ушкăнĕпех хула халăхне пăлхатса çÿренĕ. Унтан, Иасон çуртне йĕри-тавра хупăрласа илсе, Павелпа Силăна хăйсен аллине пама хистесех ыйтнă.

(6) Анчах та вĕсем апостолсене тупайман. Вара Иасонпа хăш-пĕр ĕненекенсене хула пуçлăхĕсем патне сĕтĕрсе кайнă. «Вĕсем пĕтĕм тĕнчипех халăха пăтратса çÿреççĕ, халĕ акă кунта та çитнĕ! – кăшкăрашнă ушкăнрисем.

(7) – Иасон вара вĕсене хăй патне кĕртнĕ! Вĕсем пурте император хушнине хирĕç пыраççĕ, вĕсем урăххине, Иисуса, патша тесе хисеплеççĕ!»

(8) Çапла вĕсем итлекен халăха та, хула пуçлăхĕсене те пăлхатса янă.

(9) Анчах та пуçлăхсем Иасонпа ыттисенчен саклат укçи илнĕ те вĕсене ирĕке янă.

Верире

(10) Ĕненекен тăвансем вара çав каçах Павелпа Силăна Верине сатнă. Унта çитсен вĕсем иудейсен синагогине кайнă.

(11) Кунти халăх Фессалоника çыннисенчен пархатарлăрах пулнă, Турă сăмахне пĕтĕм кăмăлтан йышăннă. Кунсеренех вĕсем апостолсем вĕрентнине Çырнинче каланипе танлаштарса тĕрĕсленĕ.

(12) Çапла вара иудейсенчен нумайăшĕ ĕненме пуçланă. Ĕненекенсем хушшинче ятлă-сумлă грек хĕрарăмĕсемпе арçыннисем те чылай пулнă.

(13) Анчах та Фессалоникăри иудейсем Павел Верире те Турă сăмахне вĕрентнине пĕлсессĕн унта та пынă, халăха хĕтĕртме, пăлхатма пуçланă.

(14) Вара ĕненекен тăвансем Павела тинĕс хĕрринелле каякан çулпа çийĕнчех леçсе янă. Силăпа Тимофей çавăнтах юлнă.

(15) Леçсе яракансем Павела Афинăна çитичченех ăсатнă, унтан хăйсем каялла тавăрăннă. Павел вĕсене: «Силăпа Тимофей хăвăртрах ман патăма килччĕр», – тесе пĕлтерме хушса янă.

Павел Афинăра

(16) Силăпа Тимофея Афинăра кĕтсе пурăннă чухне, пуççапмалли кĕлеткесем хулипех тăнине курса, Павелăн чунĕ тăвăлсах çитнĕ.

(17) Çапла вара, вăл иудейсемпе тата Турра хисеплекен ытти çынсемпе синагогăра калаçнă. Тата Павел кунсеренех пасар вырăнĕнче тĕл пулакансемпе те калаçнă.

(18) Хăш-пĕр философсем – эпикурсемпе стоиксем – унпа тавлашма пуçланă. Вĕсем Павел Иисус çинчен, вилĕмрен чĕрĕлсе тăрасси çинчен вĕрентнине илтнĕ. «Çак пуш параппан мĕн каласшăн ара?» – тенĕ пĕрисем. «Вăл темле ют турăсем çинчен вĕрентет пулас», – тенĕ тата теприсем.

(19) Вара вĕсем Павела ареопаг пухăвне илсе пынă. «Пире те каласа парсамччĕ, – тенĕ вĕсем, – эсĕ ÿкĕтлекен çĕнĕ вĕрентÿ мĕнлерехскер?

(20) Итлетпĕр те – эсĕ темле тĕлĕнмелле япаласем çинчен калаçатăн, çавăнпа та ку мĕнле вĕрентÿ пулнине пĕлес терĕмĕр».

(21) Афины çыннисем тата хулари урăх çĕр-шыв çыннисем мĕн те пулин çĕнни çинчен калаçса е итлесе вăхăта ирттерме питĕ юратнă.

(22) Павел ареопаг пухăвĕ умне тухса тăнă та çапла каланă: «Эй, Афины çыннисем! Сăнатăп та – эсир питĕ тĕн-тĕшмĕшлĕ пулнине куратăп.

(23) Мĕншĕн тесен сирĕн сăваплă вырăнăрсене пăхса çÿренĕ чухне эпĕ пĕр чÿк вырăнĕ асăрхарăм. Çавăнта „пĕлмен Турă валли“ тесе çырса хунăччĕ. Эпĕ сире шăпах хăвăр пĕлмесĕр пуççапакан Турă çинчен ÿкĕтлесе вĕрентетĕп те.

(24) Тĕнчене тата тĕнчере мĕн пуррине пĕтĕмпех пултарнă Турă – çĕрпе пĕлĕт Хуçи. Вăл этем аллипе лартнă кĕлĕ çурчĕсенче пурăнмасть.

(25) Этем аллипе туни нимĕн те Ăна кирлĕ мар. Вăл Хăй пурне те пурăнăçпа чĕрĕлĕх тата тем те пĕр парса тăрать.

(26) Пĕтĕм çĕр пичĕ çинче пурăнччăр тесе, Вăл пĕр этемрен пĕтĕм этемлĕхе пултарнă. Çак çĕр çинче çынсем пурăнас вăхăта тата вырăна Вăл малтанах палăртса хунă.

(27) Çакна Вăл çынсем Хăйне шыраччăр, чун-чĕрепе туйса Хăйне тупма ăнтăлччăр тесе тунă. Тĕрĕссипе вара Турă пирĕнтен кашнинчен инçех те мар.

(28) Мĕншĕн тесен эпир Вăл пуртан пурăнатпăр, çÿретпĕр, хамăр та пур. Сирĕн хăш-пĕр сăвăçăрсем калашле: „Эпир – Унăн йăхĕнчен“.

(29) Çапла ĕнтĕ, эпир хамăр Турă йăхĕнчен пулнине пĕлсе тăратпăр. Эппин этем шутласа кăларнă, ылтăнран, кĕмĕлтен е чултан сталаса тунă кĕлетке Турă евĕрлĕ тесе шухăшлани тĕрĕс мар.

(30) Çапла вара, эпир ĕлĕк ним пĕлменнине манăçа хăварса, Турă халĕ пур çынсене те, пур çĕрте те ÿкĕнме хушать.

(31) Хăй малтанах суйласа илнĕ Çын урлă пĕтĕм тĕнчене тÿрĕ суд тумалли куна Турă палăртса хунă ĕнтĕ. Çавна çынсене пурне те ĕнентерес тесе, Турă Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратнă».

(32) Вилнисем чĕрĕлесси çинчен илтсен пухура ларакансенчен хăшĕ-пĕрисем тăрăхласа кулма пуçланă. «Эпир сана тепĕр чух та итлĕпĕр-ха», – тенĕ теприсем.

(33) Вара Павел пухуран тухса кайнă.

(34) Çапах темиçе çын, Павел майлă пулса, ĕненме пуçланă. Вĕсем хушшинче ареопаг пухăвĕнче ларакан Дионисий, Дамарь ятлă хĕрарăм тата ыттисем те пулнă.

Ĕçĕ-хĕлĕ 18

Павел Коринфра

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Çавăн хыççăн Павел, Афинăран кайса, Коринфа пынă.

(2) Унта вăл Понт çĕрĕнче çуралнă Акила ятлă пĕр иудейпа унăн арăмне Прискиллăна шыраса тупнă та вĕсем патне кĕнĕ. Вĕсем анчахрах Италирен куçса килнĕ пулнă, мĕншĕн тесен Клавдий император иудейсене пурне те Римран тухса кайма хушнă пулнă.

(3) Павелпа Акила иккĕшĕ те пĕр ĕçпе ĕçленĕ: вĕсем чатăр тăвакансем пулнă. Çавăнпа Павел вĕсем патĕнчех юлнă та пĕрле ĕçлесе пурăннă.

(4) Шмат кунсерен Павел синагогăра калаçнă, иудейсемпе грексене ÿкĕтленĕ.

(5) Хайхи Силăпа Тимофей Македонирен пырсан, чун-чĕри хистенипе Павел иудейсене Иисус вăл Турă Суйласа илни тесе çирĕплетсех пĕлтернĕ.

(6) Анчах та иудейсем Павела хирĕçлесе тем тĕрлĕ усал сăмах каласа пĕтернĕ. Вара Павел тумтирĕ çинчи тусанне силле-силле çапла каланă: «Сирĕн çылăхăр хăвăр пуçăр çинчех юлать. Эпĕ – таса. Паянтан урăх халăх çыннисем патне каятăп».

(7) Вара вăл унтан пăрăнса утнă та Турра пит хисеплекен пĕр Иуст ятлă çын патне кĕнĕ. Унăн çурчĕ синагогăпа юнашарах пулнă.

(8) Синагога пуçлăхĕ Крисп тата унăн пĕтĕм кил-йышĕ Хуçамăра ĕненекенскерсем пулнă. Павел сăмахĕсене итлесе Коринф çыннисенчен нумайăшĕ ĕненме пуçланă, тĕне кĕнĕ.

(9) Пĕррехинче çĕрле Хуçамăр, Павела курăнса, çапла каланă: «Ан хăра! Ÿкĕтле, вĕрентме ан чарăн.

(10) Эпĕ санпах пулăп, çавăнпа та сана никам та усал тăваймĕ: ку хулара Манăн çыннăмсем нумай».

(11) Вара Павел çавăнта хула халăхне Турă сăмахне вĕрентсе çулталăк çурă пурăннă.

(12) Ахаияра Рим лартнă Галлион пуçлăх хуçаланнă чухне иудейсем пĕр каварлă пулса Павела ярса тытнă та суд умне тăратнă.

(13) «Çакскер çынсене Турра хисеплеме Моисей саккунĕ хушнă пек вĕрентмест», – тенĕ вĕсем.

(14) Павел çăварне уçма ĕлкĕричченех Галлион иудейсене çапла каланă: «Иудейсем! Енчен те эсир хăвăра кÿрентерни çинчен, йĕркене пăсни çинчен евитленĕ пулсан, эпĕ сирĕн сăмахăра итленĕ пулăттăм.

(15) Анчах та кунта тĕрлĕ вĕрентÿсем пирки, ятсем пирки, Моисей саккунĕ пирки тавлашу пырать. Çавăнпа та ку ыйтусене хăвăрах татса парăр. Кунашкал ĕçре ман судья пулас килмест».

(16) Вара вĕсене суд çуртĕнчен хăваласа кăларса янă.

(17) Мĕн пур грексем синагога пуçлăхне Сосфена ярса тытнă та суд çурчĕ умĕнчех хĕне пуçланă. Галлион хушша-хуппа кĕмен.

Павел Антиохине тавăрăнни

(18) Коринфра татах чылай хушă пурăннă хыççăн Павел, ĕненекен тăванĕсемпе сывпуллашса, Сирие ишсе кайнă. Прискиллăпа Акила та унпа пĕрлех пынă. Турра панă сăмахне асра тытса Павел, Сирие ишсе кайичченех, Кенхреире çÿçне кастарнă.

(19) Çапла вĕсем Ефес хулине çитнĕ. Унта Павел, Прискиллăпа Акилăран уйăрăлса, синагогăна кĕнĕ те иудейсемпе калаçма пуçланă.

(20) Иудейсем ăна хăйсем патĕнче тата кăштах та пулин юлма тархасланă, анчах та Павел килĕшмен.

(21) Вара вĕсемпе сывпуллашнă май вăл çапла каланă: «Çывхарса килекен уява манăн Иерусалимрах кĕтсе илмелле, Турра кирлĕ пулсан, эпĕ сирĕн патăра тавăрăнăп-ха». Вара Ефесран караппа ишсе кайнă. Акилăпа Прискилла Ефесрах юлнă.

(22) Павел карап çинчен Кесарире анса юлнă, унтан Иерусалима пынă. Унта вăл ĕненекен ушкăнрисемпе курнăçса калаçнă та Антиохине тухса кайнă.

(23) Пĕр вăхăт унта пулнă хыççăн Павел каллех çула тухнă. Вăл, вĕренекенсене пурне те хавхалантарса, Галатипе Фриги çĕрĕсен пур кĕтесĕсенче те пулнă.

Аполлос Ефесра вĕрентни

(24) Александрияра çуралнă Аполлос ятлă пĕр иудей Ефеса пынă. Вăл пит ăста калаçакан, Çырнине тĕплĕ пĕлекен çын пулнă.

(25) Пĕлессе Аполлос Хуçамăрăн çул пуçламăшне кăна – Иоанн шыва кĕртни таран çеç – пĕлнĕ. Çапах та вăл Хуçамăр çинчен чунĕпе çунса, тĕрĕс вĕрентнĕ.

(26) Вăл синагогăра та пит хастар вĕрентме пуçланă. Вăл вĕрентнине илтсен Акилăпа Прискилла ăна хăйсем патне чĕннĕ те Хуçа Туррăмăрăн çулĕ çинчен тĕплĕнрех ăнлантарса панă.

(27) Аполлос Ахаияна кайма шухăш тытнă. Çавна пĕлсен ĕненекен тăвансем унти вĕренекенсем патне Аполлоса хапăл тума ыйтса çыру янă. Вырăна çитсессĕн вăл Турă тивлечĕпе ĕненекенсене нумай пулăшнă.

(28) Мĕншĕн тесен Аполлос пĕтĕм халăх умĕнчех иудейсемпе тавлашса çиеле тухнă: Çырнинче каланисемпе усă курсах Иисус вăл Турă Суйласа илни тесе ĕнентерме пултарнă.

Ĕçĕ-хĕлĕ 19

Павел Ефесра пулни

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Аполлос Коринфра пурăннă вăхăтра Павел сăртлă-туллă тăрăхсенче çул çÿренĕ. Унтан вăл Ефеса çитнĕ те хăш-пĕр вĕренекенсемпе тĕл пулнă.

(2) «Ĕненме пуçласассăн эсир Святой Сывлăш илтĕр-и?» – тенĕ вăл вĕренекенсене. «Эпир Святой Сывлăш пур тенине те илтмен», – тавăрнă лешсем.

(3) «Апла пулсан эсир мĕнле ĕненÿпе тĕне кĕнĕ-ха?» – ыйтнă вара Павел. «Эпир Иоанн вĕрентнĕ пек шыва кĕтĕмĕр», – хуравланă вĕсем.

(4) «Иоанн çылăхран ÿкĕнтерсе шыва кĕртнĕ. Вăл халăха хăй хыççăн Килекене, Христос Иисуса ĕненме ÿкĕтленĕ», – тенĕ вара Павел.

(5) Çакна илтсен вĕсем Иисус Хуçамăр ячĕпе тĕне кĕнĕ.

(6) Павел вĕсем çине аллине хурсан, вĕсем çине Святой Сывлăш аннă. Вара вĕсем хăйсем малтан пĕлмен чĕлхесемпе тата пророкла калаçа пуçланă.

(7) Пурĕ вĕсем вун икĕ çынна яхăн пулнă.

(8) Павел пĕр хăрамасăрах синагогăра виçĕ уйăх ÿкĕтлесе вĕрентнĕ. Вăл çынсене Турă Патшалăхĕ çинчен питĕ ĕнентермелле кала-кала кăтартнă.

(9) Анчах та хăшĕ-пĕрисем ĕненмен. Вĕсем çиллисене ниçта шăнăçтараймасăр Хуçа Туррăмăрăн çулне халăх умĕнчех хурла пуçланă. Çавăнпа Павел вĕренекенĕсене хăйпе пĕрле илсе унтан пăрахса кайнă, Тиранн ятлă çыннăн училищинче вĕсене куллен ÿкĕтлесе вĕрентнĕ.

(10) Çапла пĕр икĕ çул та иртнĕ. Çавăнпа Асире пурăнакансем пурте – иудейсем те, грексем те – Иисус Хуçамăр çинчен пĕлтернĕ ÿкĕте илтнĕ.

Скева ывăлĕсем

(11) Турă Павел урлă тĕлĕнмелле ĕçсем нумай тунă.

(12) Чирлисене Павелăн ал шăллийĕпе е саппунĕпе витсен, лешсем сывалнă. Вĕсен ăшĕнчи усал сывлăшсем те туха-туха тарнă.

(13) Ялтан яла çÿресе усал сывлăш ернисене сыватакан иудейсен хăш-пĕр тухатмăшĕсем те Иисус Хуçамăр ятне асăна пуçланă: «Сире, усал сывлăшсене, Павел ÿкĕтлесе вĕрентекен Иисус ячĕпе тухма хушатпăр!» – тесе тухатнă вĕсем.

(14) Иудейсен Скева ятлă аслă священникĕн çичĕ ывăлĕ çапла хăтланса çÿренĕ.

(15) Анчах та усал сывлăш вĕсене каланă: «Иисуса та пĕлетĕп, Павела та пĕлетĕп, эсир вара кам пулатăр?»

(16) Унтан усал сывлăш ернĕ çын тухатмăшсем çине çав тери вăйлăн сиксе ÿкнĕ те вĕсене парăнтарнă. Вара вĕсем, хĕнесе пĕтернĕскерсем, çав çуртран çарамасах тухса тарнă.

(17) Ефесра пурăнакан иудейсемпе грексем çак ĕç çинчен пĕлсен хăраса ÿкнĕ. Çавăнтанпа пурте Иисус Хуçамăр ятне хисеплеме пуçланă.

(18) Вара Хуçамăра ĕненекен нумай çын пыра-пыра хăйсен ĕçĕсем пирки пĕр пытармасăр каласа кăтартнă.

(19) Чылай тухатмăш-юмăç та, хăйсен ăрăм кĕнекисене пĕр çĕре пухса, пĕтĕм халăх умĕнче çунтарса янă. Унтан çунтарса янă кĕнекесен хакне шутласа пăхнă, вĕсен хакĕ аллă пин кĕмĕл укçана яхăн пулнă.

(20) Çакнашкал хăватлăн сарăлса, вăй илсе пынă Хуçамăр сăмахĕ.

Ефесри пăлхав

(21) Çак ĕçсем пулса иртнĕ хыççăн Павел Македонипе Ахаия урлă Иерусалима кайма шут тытнă. «Иерусалимран вара манăн Рима каймалла», – тенĕ вăл.

(22) Унтан вăл хăйĕн икĕ пулăшаканне, Тимофейпа Ераста, Македонине янă, хăй вара вăхăтлăха Асирех юлнă.

(23) Çав вăхăтра Хуçамăрăн вĕрентĕвне хирĕç пысăк пăлхав пуçланнă.

(24) Димитрий ятлă пĕр кĕмĕл ăсти пулнă. Çавскер грексен Артемида туррине кĕлтумалли çуртăн пĕчĕк ĕлкине кĕмĕлтен туса сутса пурăннă, çак ĕçпе ытти ăстасем те нумай тупăш илнĕ.

(25) Димитрий кĕмĕлçĕсене тата ытти ăстасене пухнă та çапла каланă: «Тусăмсем! Эпир тулăх пурăнасси çак ал ăсталăхĕнчен килнине пурте пĕлетпĕр.

(26) Акă халĕ хăвăрах курса-илтсе тăратăр: Павел текенскер Ефес çыннисене кăна мар, пĕтĕм Аси халăхне тенĕ пекех, этем аллипе ăсталанă япаласем турă мар тесе, хăйĕн ĕненĕвĕ енне çавăрчĕ.

(27) Пирĕншĕн кунашкал вĕрентÿ питĕ сиенлĕ. Хамăр ал ăсталăхĕ хисепрен тухни тем мар-ха, аслă Артемида турра кĕлтумалли çурт та пăрахăçа тухĕ. Пĕтĕм Аси, пĕтĕм тĕнче хисеплесе пуççапакан Артемида туррăн чапĕ пĕтсе ларĕ».

(28) Çакна илтсен ыттисем пурте питĕ çилленсе кайнă. «Ефесри Артемида аслă!» – тесе кăшкăра пуçланă вĕсем.

(29) Часах пĕтĕм хула халăхĕ пăлханса кайнă. Çынсем Павелпа пĕрле Македонирен пынă Гаийпе Аристарха ярса тытнă. Вара пурте пĕр çын пек пулса вĕсене театр кăтартмалли вырăна сĕтĕрсе кайнă.

(30) Павел халăх хушшине кĕресшĕн пулнă, анчах та вĕренекенĕсем ăна чарнă.

(31) Çавăн пекех Павелпа туслă хăш-пĕр Аси пуçлăхĕсем те ăна театр вырăнне пырса ан курăн тесе калама çынсем янă.

(32) Пухура ним йĕрки те пулман: пĕри пĕр тĕрлĕ, тепри тепĕр тĕрлĕ кăшкăрашнă. Пухăннисенчен чылайăшĕ вара хăйсем кунта мĕншĕн пуçтарăннине те пĕлмен.

(33) Иудейсем сĕннипе халăх хушшинчен Александр ятлă çынна чĕнсе кăларнă. Вăл, аллипе паллă кăтартса, халăха шăпланма ыйтнă.

(34) Анчах та вăл иудей пулнине пĕлсессĕнех пурте пĕр харăс: «Ефесри Артемида аслă!» – тесе кăшкăрса янă. Çапла вĕсем пĕр-икĕ сехете яхăн кăшкăрашнă.

(35) Унтан халăх умне йĕрке хуралçи тухнă та лăплантарса каланă: «Эй, Ефес çыннисем! Ефес хули аслă Артемидăшăн тата Диопетшăн епле тăрăшнине кам пĕлмест пулĕ?

(36) Эппин, кун пирки тавлашмалли те çук пулсан, сирĕн лăпланмалла, хыпкаланса ÿкмелле мар.

(37) Эсир вара кунта çак çынсене вăйпах сĕтĕрсе килтĕр. Вĕсем Артемидăн кĕлĕ çуртне те çаратман, сирĕн туррăра та хурламан.

(38) Енчен те Димитрийпе ытти ăстасем кама та пулин явап тыттарас теççĕ пулсан, пирĕн çав ĕçсене тума суд та, Рим лартнă пуçлăхсем те пур: вĕсем пĕр-пĕрне кунта мар, çавсем умĕнче айăплаччăр.

(39) Сирĕн тата мĕнле те пулин урăх ыйту таврашĕ пур пулсан, ăна йĕркене пăхăнса пуçтарнă халăх пухăвĕнче татса парĕç.

(40) Паянхи ĕç-пуçшăн пире хамăра пăлхав çĕкленĕ тесе айăплама пултарасран пирĕн асăрханмалла. Халăх пухăннине тÿрре кăларма пирĕн нимĕнле сăлтав та çук». Çакна каланă хыççăн вăл вара пухăва салатнă.

Ĕçĕ-хĕлĕ 20

Павел Македонипе Грецире

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Пăлхав чарăнсан Павел вĕренекенсене чĕнсе илсе хавхалантарнă, ÿкĕтленĕ, вара сывпуллашнă та Македонине тухса кайнă.

(2) Македони витĕр тухнă чухне те вăл çул тăршшĕпех, Грецие çитичченех, Иисуса ĕненекенсене пит нумай ÿкĕтлесе хавхалантарнă.

(3) Грецире Павел виçĕ уйăх пурăннă. Ун хыççăн вăл Сирие тинĕспе кайма шут тытнă, анчах та иудейсем хăйне хирĕç кавар тунă пирки каялла Македони урлах тавăрăнма шухăшланă.

(4) Унпа пĕрле Аси таранах Вери çынни Пирр Сосипатрĕ, фессалоникăсем Аристархпа Секунд, Дерви çынни Гаий, Тимофей тата асисем Тихикпа Трофим пынă.

(5) Вĕсем маларах кайса пире Троадăра кĕтме пулчĕç.

(6) Эпир вара, тутлăлла çăкăр уявĕн кунĕсем иртсен, Филиппы хулинчен караппа тухрăмăр. Унтан тепĕр пилĕк кунтан Троадăра вĕсемпе тĕл пултăмăр, унта çичĕ кун пурăнтăмăр.

Евтиха вилĕмрен чĕртни

(7) Эрнен малтанхи кунĕнче эпир пурте çăкăр хуçса çимелли йăлана тума пухăнтăмăр. Тепĕр куннех çула тухма шут тытнăран Павел вĕренекенсемпе çур çĕрчченех калаçрĕ.

(8) Эпир пухăннă хăтлă пÿлĕмре çутаткăçсем нумайччĕ.

(9) Чÿрече янаххи çинче Евтих ятлă пĕр çамрăк ларатчĕ. Çавскер Павелăн вăраха кайнă сăмахне итлесе ларнă май çывăрах кайнă. Вара ыйхă тĕлĕшпе виççĕмĕш хутран çĕре персе анчĕ. Ăна çĕклесе тăратнă чухне вăл вилсе те кайнăччĕ ĕнтĕ.

(10) Павел анчĕ те, çамрăк çын çине пĕшкĕнсе, ăна ыталаса илчĕ. «Ан кулянăр, – терĕ вăл, – унăн чунĕ тухман-ха!»

(11) Унтан Павел çÿлти хута хăпарса çăкăр хуçса çирĕ. Çапла вăл тул çутăличченех калаçса ларчĕ, кайран çула тухса кайрĕ.

(12) Çав вăхăтрах хайхи çамрăк çынна, чĕрĕскерне, çавăтса кĕчĕç. Ăна курсан пурте савăнмаллипех савăнчĕç.

Троадăран Милита кайни

(13) Павел çула тухичченех эпир карап çине лартăмăр та ăна хамăрпа илмешкĕн Асс хулине ишсе кайрăмăр. Мĕншĕн тесен, хăй çуран кайма пулнăран, вăл пире çапла тума хушса хăварнăччĕ.

(14) Эпир унпа Асра тĕл пултăмăр та ăна лартса Митилинăна пырса çитрĕмĕр.

(15) Унтан ишсе кайса тепĕр кунне эпир Хиос утравĕ патĕнче чарăнтăмăр, тата тепĕр кунне вара Самоса çитрĕмĕр. Унтан Трогиллине кĕрсе тухрăмăр та тепĕр кунне Милита пытăмăр.

(16) Асире вăхăта ытлашши ирттерес мар тесе Павел Ефеса кĕрсе тăрас темерĕ. Мĕншĕн тесен, ĕлкĕрейсен, аллăмĕш кун уявĕ тĕлне вăл Иерусалимра пуласчĕ тесе васкарĕ.

Павел Ефесри пресвитерсемпе калаçни

(17) Вăл Милитран Ефеса çынсем ярса унти ĕненекен ушкăн пресвитерĕсене чĕнтерсе пычĕ.

(18) Вĕсем ун патне пухăнсан, Павел вĕсене çапла каларĕ: «Асие килнĕренпех, малтанхи кунран пуçласах, эпĕ яланах сирĕнпе пулнине эсир пĕлетĕр.

(19) Иудейсен усал шухăшĕсене пула хĕн-хур курса нумай куççуль тăкма лекрĕ пулин те, эпĕ пĕтĕм йăвашлăхăмпа Хуçамăршăн ĕçлерĕм.

(20) Пĕтĕм халăх умĕнче е килрен киле çÿресе кирек мĕн пирки ÿкĕтлесен те, кирек мĕн вĕрентсен те, сире усăллине мĕн те пулин каламасăр хăварас марччĕ терĕм.

(21) Эпĕ иудейсене те, грексене те Турă умĕнче ÿкĕнмелли çинчен, Иисус Христос Хуçамăра ĕненмелли çинчен хыпарларăм.

(22) Халĕ ĕнтĕ, Святой Сывлăшăн туртăмне пăхăнса, манăн Иерусалима каймалла. Эпĕ унта хама мĕн кĕтнине те пĕлместĕп.

(23) Мĕн пĕлетĕп-ха? Мана тĕрме тата хуйхă кĕтни çинчен Святой Сывлăш кашни хуларах асăрхаттарать.

(24) Анчах та эпĕ ниме те пăхса тăмастăп, пурнăçăма шеллеместĕп, Иисус Хуçамăр хама шанса панă ĕçĕме – Турă тивлечĕллĕ Ырă Хыпара ÿкĕтлесе вĕрентессине – вĕçне çити хавасланса туса тăраясчĕ кăна.

(25) Эпĕ сирĕн хушшăрта Турă Патшалăхĕ çинчен ÿкĕтлесе вĕрентрĕм. Ĕнтĕ тек эсир мана кураяс çуккине пĕлетĕп.

(26) Çавăнпа паянах сире пĕлтерес терĕм: сирĕнтен хăшĕ те пулин çăлăнаймасан, эпĕ айăплă мар.

(27) Мĕншĕн тесен эпĕ сире Турă ирĕкĕ çинчен мĕн хыпарламаллине йăлтах каларăм.

(28) Çапла вара, сыхланса пурăнăр, пĕтĕм кĕтĕве те сыхлăр. Сире çав кĕтĕве пăхма Святой Сывлăш шанса панă. Ĕненекен ушкăн кĕтÿçисем пулăр. Çав ушкăна – Хуçамăрăн тата Туррăн Чиркĕвне – Вăл Хăйĕн Юнĕпе тÿлесе илнĕ.

(29) Эпĕ кайнă хыççăн кĕтĕве хĕрхенмен тискер кашкăрсем сирĕн патăра пырасса пĕлетĕп.

(30) Вĕренекенсене хăйсем хыççăн илсе каяс тесе ултавлă калаçакансем хăвăр хушшăртанах тупăнĕç.

(31) Çавăнпа ĕнтĕ сыхă тăрăр! Эпĕ сирĕнтен кашнинех виçĕ çула яхăн кунĕн-çĕрĕн, куççуль тухичченех вĕрентсе пурăннине ан манăр.

(32) Эй, тăванăмсем! Халĕ ĕнтĕ эпĕ сире Турă аллине, Унăн тивлетлĕ сăмахĕн хÿттине шанса парса хăваратăп. Турă сăмахĕ сире ÿкĕтлесех тăма та, мĕн пур сăвапласа тасатнисемпе пĕрле еткерне пама та пултарĕ.

(33) Эпĕ никамран та ылтăн-кĕмĕл те, çи-пуç та илесшĕн пулмарăм.

(34) Хама тата юлташăмсене кирлине хамăн çак аллăмсемпе ĕçлесе илнине эсир пĕлетĕр.

(35) Çапла тăрăшса халсăррисене пулăшмаллине, Иисус Хуçамăр сăмахне асра тытмаллине эпĕ сире хамăн тĕслĕхĕмпе кăтартса патăм. Иисус Хăй çапла каланă: „Парасси илессинчен пахарах“».

(36) Çак сăмахсене каласан Павел чĕркуçленсе ларнă та ыттисемпе пĕрле кĕлтунă.

(37) Çавăн чухне пурте йĕрсех янă, Павела ытала-ытала чуптунă.

(38) Тек эсир мана кураяс çук тесе каланă Павелăн сăмахĕсем вĕсен чунĕсене уйрăммăнах хытă пырса тивнĕ. Кайран вĕсем ăна карап патне çитичченех ăсатса янă.

Ĕçĕ-хĕлĕ 21

Иерусалима кайни

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Эпир, вĕсенчен уйăрăлсан, тинĕспе ишсе тÿрех Коса пытăмăр. Тепĕр кунне Родоса, унтан Патарăна çитрĕмĕр.

(2) Унта Финикине каякан пĕр карап тупрăмăр та çавăн çине ларса çула тухрăмăр.

(3) Кипр утравĕ курăна пуçласан, ăна сулахая хăварса Сирие ишсе кайрăмăр. Карап çинчи тиеве Тир хулинче пушатмалла пулнăран эпир çав хула çыранĕнче чарăнтăмăр.

(4) Унта эпир Иисуса ĕненекенсене шыраса тупрăмăр та çичĕ кун пурăнтăмăр. Святой Сывлăш систернипе вĕсем Павела Иерусалима ярасшăн марччĕ.

(5) Кайма вăхăт çитсен эпир каллех çула тухрăмăр. Иисуса ĕненекенсем, арăмĕсемпе тата ачисемпе пĕрлех, пире хуларан тухичченех ăсатса ячĕç. Тинĕс хĕрринче вара чĕркуçленсе ларсах кĕлтурăмăр.

(6) Унтан пĕр-пĕринпе сывпуллашрăмăр та, эпир карап çине лартăмăр, вĕсем килĕсене тавăрăнчĕç.

(7) Çапла эпир тинĕспе Тиртан Птолемаидăна çитрĕмĕр; унта тăвансемпе курнăçрăмăр та вĕсем патĕнчех кун каçрăмăр.

(8) Тепĕр кунне Павел тата эпир, унпа пĕрле çÿрекенсем, çула тухрăмăр та Кесарине çитрĕмĕр. Унта эпир Ырă Хыпар саракан Филипп патĕнче пурăнтăмăр. Вăл çичĕ диаконран пĕриччĕ.

(9) Филипăн пророкла калаçакан тăватă хĕрĕ пурччĕ.

(10) Вĕсем патĕнче эпир чылай пурăнтăмăр. Çав вăхăтра Иудейăран пĕр Агав ятлă пророк пычĕ.

(11) Пирĕн пата кĕрсен вăл Павел пиçиххине илчĕ те хăйĕн алли-урине çыхса лартрĕ. «Мана Святой Сывлăш çапла калать, – терĕ вăл унтан. – Çак пиçиххи камăн, çавна иудейсем Иерусалимра çапла тытса çыхĕç те урăх халăх çыннисен аллине парĕç».

(12) Çакна илтсен эпир те, унти ытти çынсем те Павела: «Иерусалима ан кай», – тесе тархасларăмăр.

(13) «Мĕн тăватăр эсир? Мĕншĕн йĕрсе чĕреме çуратăр? – терĕ пире Павел. – Эпĕ Иисус Хуçамăр ячĕшĕн Иерусалимра хама çыхса пăрахтарма кăна мар, вилме те хатĕр».

(14) Ăна ÿкĕте кĕртсе пулмарĕ. «Хуçа Турă ирĕкĕ пултăр эппин!» – терĕмĕр те лăплантăмăр.

(15) Вĕсем патĕнче пурăннă хыççăн эпир çула пуçтарăнтăмăр та Иерусалима кайма тухрăмăр.

(16) Пирĕнпе пĕрле Кесарири хăш-пĕр вĕренекенсем те пычĕç. Вĕсем пире пĕр Мнасон ятлă Кипр çынни патне хваттере кĕртме пулчĕç. Çак Кипр çынни тахçантанпах Иисус вĕренекенĕ пулнă-мĕн.

Павел Иаков патĕнче

(17) Иерусалима çитсен ĕненекен тăвансем пире питĕ хапăлласа йышăнчĕç.

(18) Тепĕр кунне эпир Павелпа пĕрле Иаков патне кайрăмăр. Унта пресвитерсем пурте пухăнчĕç.

(19) Павел вĕсене саламларĕ те Турă хăйĕн урлă урăх халăхсем хушшинче мĕн-мĕн тунине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартрĕ.

(20) Ун сăмахне итлесе пĕтернĕ хыççăн вĕсем Турра мухтарĕç. Унтан Павела çапла каларĕç: «Иисуса ĕненекенсем хушшинче миçе пин иудей пулнине куратăн-и, тăванăм? Вĕсем пурте Моисей саккунне çирĕп пăхăнса пурăнаççĕ.

(21) Сан пирки вара вĕсем тĕрлĕ сăмах илтсе пĕтнĕ. Эсĕ ытти халăхсем хушшинче пурăнакан иудейсене авалхи йăласене тытса пыма та, ачисен ÿчĕсене кастарма та чарасшăн имĕш. Çапла майпа эсĕ Моисей саккунне пăрахма вĕрентетĕн тесе калаçкалаççĕ.

(22) Мĕскер тумалла? Ахăртнех, халăх нумай пуçтарăнать пулĕ, мĕншĕн тесен вĕсем эсĕ килсе çитнине пĕлĕç.

(23) Çавăнпа та эпир мĕн хушнине тусамччĕ. Пирĕн хушăра Моисей саккунĕпе тупа тунă тăватă çын пур.

(24) Эсĕ вĕсене хăвпа ил те вĕсемпе пĕрле тасалу йăлине туса ирттер. Вĕсен Турра парне кÿнĕ тăкакĕсене ху çине ил, унтан вĕсем çÿçĕсене кастарччăр. Вара пурте сан пирки илтнĕ сăмах суя пулнине, эсĕ ху та Моисей саккунне тытса пынине курĕç.

(25) Ĕненекен урăх халăх çыннисем патне вара эпир çапла çыру ятăмăр: чÿклесе панă апат-çимĕçе ан çийĕр, апат-çимĕçе юнран, пăвса вĕлернĕ выльх-чĕрлĕх ашĕнчен ан хатĕрлĕр, аскăнлăхран сыхланăр. Çаксене тытса пыни çителĕклĕ».

(26) Унтан Павел çак тупа тунă çынсене хăйпе пĕрле илсе тасалу йăлине туса ирттерчĕ. Тепĕр кунне вăл Турă Çуртне кĕрсе тасалу йăли хăçан вĕçленессине тата кашнишĕн Турра хăçан парне парассине пĕлтерчĕ.

Павела тытни

(27) Тасалу йăлине тума пуçлани çичĕ кун çитнĕ. Асири темиçе иудей, Павела Турă Çуртĕнче курсан, халăха хĕтĕртсе янă та ăна тытнă.

(28) Хăйсем çапла кăшкăра пуçланă: «Эй, Израиль çыннисем! Пулăшăр! Çак çын пур çĕрте те хамăра хирĕçле, хамăр саккуна хирĕçле, Турă Çуртне хирĕçле вĕрентÿ сарса çÿрет. Çитменнине вăл халĕ тата, Турă Çуртне грексене ертсе килсе, çак сăваплă вырăна ирсĕрлетрĕ!»

(29) Вĕсем кăшт маларах Павела хулара Трофим ятлă Ефес çыннипе пĕрле курнă пулнă, çавăнпа вĕсем Павел Трофима та Турă Çуртне илсе кĕнĕ пулĕ тесе шухăшланă.

(30) Хула халăхĕ хускалса кайнă, Турă Çурчĕ патне халăх пухăнса тулнă. Унтан Павела тытса Турă Çуртĕнчен сĕтĕрсе тухнă та алăкĕсене питĕрсе илнĕ.

(31) Вĕсем ăна вĕлерме те хатĕрленнĕ ĕнтĕ, анчах та пинпĕве пĕтĕм Иерусалим пăлханни çинчен пĕлтерме ĕлкĕрнĕ.

(32) Лешĕ вара тÿрех, çĕрпÿсемпе салтаксене пĕрле илсе, халăх пуçтарăннă çĕре васканă. Вĕсене асăрхасан тин халăх Павела хĕнеме чарăннă.

(33) Çавăн чухне пинпÿ çывăхарах пынă та Павела тытса икĕ сăнчăрпа çыхса лартма хушнă. «Мĕнле çын куМĕн турĕ вăл?» – тесе ыйтнă унтан вăл халăхран.

(34) Халăх хушшинчен пĕри пĕр тĕрлĕ, тепри тепĕр тĕрлĕ кăшкăрнă. Кунашкал пăтрашура тĕрĕссине нимĕн те пĕлме май килменрен пинпÿ ăна крепоçе илсе кайма хушнă.

(35) Картлашкапа хăпарнă чух халăх кĕпĕрленнĕрен салтаксен ăна йăтса хăпарма тивнĕ,

(36) мĕншĕн тесен хыçалтан темĕн чухлĕ халăх: «Вĕлерес ăна!» – тесе кăшкăрашса пынă.

(37) Крепоçе кĕнĕ чухне Павел пинпÿрен ыйтнă: «Ман сана каламалли пур. Калама юрать-и?» «Эсĕ грекла та пĕлетĕн-им? – тенĕ лешĕ.

(38) – Нумаях пулмасть пĕр Египет çынни, хулара пăлхав çĕклесе, хăйпе пĕрле пуш хире тăватă пине яхăн вăрă-хурах ертсе кайнăччĕ. Грекла пĕлетĕн пулсан, эсĕ çав çын пулмарăн апла?»

(39) «Эпĕ Киликири пурте пĕлекен Тарс хулинче çуралнă иудей, – тенĕ Павел. – Тархасшăн, халăх умĕнче сăмах калама ирĕк парсам мана».

(40) Хăйне калаçма ирĕк парсан, Павел пусма картлашки çинчен, халăха шăпланма ыйтса, аллипе паллă кăтартнă. Пурте шăплансан вăл еврейла çапла кала пуçланă.

Ĕçĕ-хĕлĕ 22

Павел хăйне хÿтĕлесе каланă сăмах

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) «Эй, тăван çынсем! Сумлă ватăсем! Халĕ ĕнтĕ хама хÿтĕлесе каланине итлеме кăмăл тусамăрччĕ!»

(2) Хăйсемпе Павел еврейла калаçа пуçланине илтсен вĕсем шăпăртах пулнă.

(3) «Эпĕ Киликири Тарс хулинче çуралнă иудей, – тенĕ вăл, – кунта, Иерусалимра, мана Гамалиил вĕрентсе ÿстернĕ. Эпĕ те сирнешкелех мăн асаттемĕрсен саккунне тĕрĕс тытса пыракан, Турăшăн тăрăшакан çын.

(4) Иисус вĕрентĕвĕ хыççăн каякансене эпĕ хам та вĕлересле хĕсĕрлерĕм; арçынĕсене те, хĕрарăмĕсене те тытса çыхса тĕрмене хуптартăм.

(5) Ку чăнах çапла пулнине аслă священниксемпе ятлă-сумлă çынсем çирĕплетме пултараççĕ. Мана вĕсем Дамаскри тăвансем валли çыру та çырса парса янăччĕ. Вара эпĕ, унта ĕненекенсене сăнчăрласа Иерусалима асаплантарма илсе килес тесе, çула тухрăм.

(6) Хайхи Дамаскалла çывхарса пынă чухне, кăнтăрла тĕлĕнче, сасартăк тÿперен ман тĕле куçа шартармалла çутă анчĕ.

(7) Эпĕ çĕре ÿкрĕм те хама калакан сасса илтрĕм. „Савл, Савл! – терĕ çав сасă. – Мĕншĕн эсĕ Мана хĕсĕрлетĕн?“

(8) Эпĕ Ăна хирĕç: „Кам пултăн Эсĕ?“ – терĕм. Вара Вăл мана çапла каларĕ: „Эпĕ – эсĕ хĕсĕрлекен Назорей Иисус“.

(9) Манпа пĕрле пыракансем çутта курсан хăраса ÿкнĕ пулнă, анчах та манпа Калаçаканăн сассине илтмен.

(10) „Турăçăм! – терĕм эпĕ çавăн чухне. – Мĕн тăвас-ха манăн?“ „Тăр та Дамаска кай, – тавăрчĕ мана Хуçамăр, – хăвна мĕн тума пÿрнине унта сана йăлтах калĕç“.

(11) Дамаска мана хампа пĕрле пыракансем алран çавăтса илсе пычĕç, мĕншĕн тесен çав çутă хăвачĕпе эпĕ куçсăр пулса ларнăччĕ.

(12) –

(13) Унта ман патăма пĕр Анания ятлă çын пычĕ. Моисей саккунне çирĕп тытса пурăннăран ăна Дамаскри иудейсем пурте питĕ хисепленĕ. Анания ман ума пырса тăчĕ те каларĕ: „Савл тăванăм! Куракан пул!“ Эпĕ çав самантрах ăна куртăм.

(14) Вара вăл мана каларĕ: „Мăн асаттемĕрсен Турри Хăй ирĕкне пĕлтерес тесе, Тÿрĕ Христоса кăтартас тесе, Хăйĕн çăварĕнчен тухакан сăмаха итлеттерес тесе сана малтанах суйласа илнĕ.

(15) Мĕншĕн тесен эсĕ пур çын умĕнче те Ун çинчен çирĕплетсе пĕлтерĕн, ху мĕн курни-илтни çинчен каласа параканĕ пулăн.

(16) Çапла ĕнтĕ, мĕншĕн вăраха яратăн? Халех тăр та Иисус Хуçамăр ячĕпе шыва кĕрсе çылăхусенчен тасал“.

(17) Унтан, Иерусалима тавăрăнсан, Турă Çуртĕнче кĕлтунă чухне эпĕ питĕ хавхаланса кайрăм.

(18) Вара Ăна куртăм. „Часрах Иерусалимран тухса кай, – терĕ Вăл мана, – мĕншĕн тесен эсĕ Ман çинчен çирĕплетсе каланине кунтисем йышăнмĕç“.

(19) „Турăçăм! – терĕм вара эпĕ. – Сана ĕненекенсене эпĕ тĕрмене хуптарнине, синагогăсенче епле хĕненине вĕсем пĕлсе тăраççĕ-çке.

(20) Сан çинчен çирĕплетсе калакан Стефан юнне тăкнă чухне эпĕ хам та, ăна вĕлернине ырласа, хĕнекенсен тумтирĕсене сыхласа унтах тăтăм“.

(21) Вара Хуçамăр мана çапла каларĕ: „Каях, Эпĕ сана инçене, урăх халăхсем патне яратăп“».

Павел пинпÿ умĕнче

(22) Çак сăмахсене каличчен халăх Павела итлес тесех итленĕ. Çакăн хыççăн вара кăшкăрашма пуçланă: «Кунашкал çын çĕр питĕнчен çухалтăр! Вăл пурăнма тивĕç мар!»

(23) Вĕсем çаплах кăшкăрашнă, тумтирĕсене хыва-хыва пенĕ, ывăçла-ывăçла çÿлелле тусан сапнă.

(24) Çав вăхăтра пинпÿ Павела крепоçе илсе кĕртме хушнă. Халăх мĕн сăлтавпа ăна хирĕç пулнине, кăшкăрашнине пĕлес тесе вăл Павела чĕн пушăпа çаптарма хушнă.

(25) Анчах та хăйне тăсса хурса чĕнсемпе çыхсан Павел юнашар тăракан çĕрпĕве çапла каланă: «Рим гражданинне судсăр-мĕнсĕрех çаптарма сире кам ирĕк панă?»

(26) Çĕрпÿ, çак сăмахсене илтсен, пинпÿ патне пынă та çапла каланă: «Мĕн тăвасшăн эсир? Ку çын Рим гражданинĕ-çке!»

(27) Вара пинпÿ Павел патне пырса ыйтнă: «Эсĕ чăнах та Рим гражданинĕ-и?» «Чăнах», – тенĕ Павел.

(28) «Рим гражданлăхне илес тесе нумай укçа-тенкĕ тăккаламалла пулчĕ манăн», – тенĕ пинпÿ. «Эпĕ вара Рим гражданинĕ пулса çуралнă», – хушса хунă Павел.

(29) Ăна асаплантарма хатĕрленнисем çавăнтах ун патĕнчен пăрахса кайнă. Пинпÿ хăй Рим гражданинне çыхтарнине пĕлнĕ хыççăн шикленсе ÿкнĕ.

(30) Тепĕр кунне пинпÿ, иудейсем Павела мĕншĕн айăпланине тĕплĕн пĕлес тесе, ăна тимĕрленĕ сăнчăрсене вĕçерттернĕ. Унтан вăл аслă священниксене тата синедрионра ларакан ытти çынсене пурне те пухăнма ыйтнă. Вара Павела унта илсе пынă та пуху умне кăларса тăратнă.

Ĕçĕ-хĕлĕ 23

Павел синедрион канашĕ умĕнче

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Павел синедрионра ларакансем çине пăхса çапла каланă: «Эй, тăван çыннăмăрсем! Эпĕ мĕн çак кунчченех Турă умĕнче таса кăмăлпа пурăнтăм».

(2) Анчах та аслă священник Анания Павелпа юнашар тăракансене ăна тутинчен çапма хушнă.

(3) Павел вара каланă: «Эй, хура чунна шурăпа сăрланăскер, Турă сана та çапĕ-ха! Сана кунта мана саккунпа суд тума лартнă, эсĕ вара, мана çапма хушса, саккуна ху пăсатăн!»

(4) «Эсĕ Туррăн аслă священникне хурлатăн-и-ха?» – тенĕ юнашар тăракансем.

(5) Вара Павел каланă: «Тăванăмсем! Вăл аслă священник пулнине эпĕ пĕлмен. Çырнинче чăнах та çапла калани пур: „Хăвăн халăхун пуçлăхне усал сăмах ан кала“».

(6) Синедрионра ларакансен пĕр пайĕ саддукейсем, тепĕр пайĕ фарисейсем пулнине Павел пĕлнĕ. Çавăнпа вăл канаш умĕнчех хыттăн çапла каланă: «Эй, тăван çыннăмсем! Эпĕ фарисей, фарисей ывăлĕ, мана вилнисем чĕрĕлсе тăрасса шанса пурăннăшăн суд тăваççĕ».

(7) Çак сăмахсене каласанах фарисейсемпе саддукейсем тавлашса кайнă, вара пуху икĕ пая уйăрăлнă.

(8) Мĕншĕн тесен саддукейсем вилнисем чĕрĕлсе тăрасси те, ангелсем те, усал сывлăшсем те çук теççĕ. Фарисейсем вара çаксем пурте пур тесе ĕненеççĕ.

(9) Пуху кĕрлесех кайнă: Моисей саккунне вĕрентекен хăш-пĕр фарисейсем ура çине сиксе тăрсах тавлаша пуçланă. «Ку çынна айăплама эпир нимле сăлтав та курмастпăр, – тенĕ вĕсем. – Тен, çак çын чĕлхи-çăварĕпе ангел е Сывлăш калаçнă-ха? Турра хирĕç каяр мар».

(10) Тавлашу хĕрнĕçемĕн хĕрсе пынă. Тавлашакансем Павела туртса çурасран шикленсе, пинпÿ салтаксене Павела пухуран илсе тухса крепоçе леçме хушнă.

(11) Тепĕр каçхине вара ăна Хуçамăр курăннă. «Хастар пул! – тенĕ Вăл. – Эсĕ Ман пирки Иерусалимра мĕнле çирĕплетсе пĕлтертĕн, Римра та çавнашкалах пĕлтерĕн-ха».

Павела хирĕç тунă кавар

(12) Тепĕр кун ирхине хăш-пĕр иудейсем пуçтарăннă та Павела вĕлерме кавар тунă, ăна вĕлермесĕр ĕçместпĕр те, çиместпĕр те тесе тупа тунă.

(13) Çапла тупа тăвакансем хĕрĕхĕн ытла пулнă.

(14) Вĕсем аслă священниксемпе ятлă-сумлă çынсем патне пырса çапла каланă: «Эпир Павела вĕлермесĕр нимĕн те çиместпĕр тесе тупа турăмăр.

(15) Çапла вара эсир, синедрионра ларакансемпе пĕрле, унăн ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашас йÿтĕмпе ăна ыран хăвăр патăра кăларттарăр. Çакна тума пинпĕве паянах пĕлтерсе хурăр. Эпир вара малтанах хатĕрленсе тăрăпăр та ăна кунта çитичченех вĕлерĕпĕр».

(16) Çак кавар пирки Павел аппăшĕн ывăлĕ илтнĕ. Вара кайнă та, крепоçе кĕрсе, çакăн çинчен Павела систернĕ.

(17) Павел çĕрпÿсенчен пĕрне чĕнсе илтернĕ те ăна çапла каланă: «Çак ачана пинпÿ патне ертсе кайăр-ха, унăн ăна темскер каламалли пур».

(18) Лешĕ ачана пинпÿ патне илсе пынă та: «Тĕрмере ларакан Павел мана чĕнтерчĕ те çак ачана сан патна ертсе килме ыйтрĕ. Унăн сана темскер каламалли пур», – тенĕ.

(19) Пинпÿ, ачана аллинчен çавăтса, аяккарах пăрăннă та: «Санăн мана мĕн каламалли пур?» – тесе ыйтнă.

(20) Ачи вара çакăн пек хуравланă: «Иудейсен пуçлăхĕсем сана ыран Павела синедриона илсе пыртарасшăн. Унăн ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашас йÿтĕмпе вĕсем çакăн пирки калаçса татăлнă ĕнтĕ.

(21) Анчах та эсĕ вĕсене ан итле, мĕншĕн тесен ăна вĕлерме хĕрĕх çынран та ытларах сыхласа лараççĕ. Вĕсем Павела вĕлермесĕр ĕçместпĕр те, çиместпĕр те тесе тупа тунă. Халĕ вĕсем, эсĕ хушасса кĕтсе, хатĕр тăраççĕ».

(22) «Ху мана çакна каласа кăтартнине никама та ан шарла», – тесе пинпÿ ачана кăларса янă.

Павела Кесарине леçни

(23) Вара, икĕ çĕрпĕве чĕнсе илсе, çапла хушнă: «Ик çĕр салтак, çитмĕл юланут тата ик çĕр ухăçă хатĕрлĕр. Каçхине тăхăр сехетсенче вĕсен Кесарине каймалла.

(24) Павела Феликс аслă пуçлăх патне леçмешкĕн ашаксем те хатĕрлĕр».

(25) Унтан вăл çакăн пек çыру çырса панă:

(26) «Эпĕ, Клавдий Лисий, хисеплĕрен те хисеплĕ Феликс пуçлăха салам яратăп.

(27) Çак çынна иудейсем тытнă та вĕлермех хатĕрленнĕччĕ. Анчах та эпĕ, вăл Рим гражданинĕ пулнине пĕлсен, хамăн салтаксемпе пытăм та ăна туртса илтĕм.

(28) Унтан, мĕншĕн айăпланине пĕлес тесе, ăна иудейсен синедрионне илсе пытăм.

(29) Вара çакна пĕлтĕм: вĕсем ăна хăйсен Моисей саккунĕ пирки тавлашнăшăн айăплаççĕ иккен. Анчах та вĕлермешкĕн е тĕрмене хупмашкăн унăн нимĕнле айăп та çук.

(30) Ăна хирĕç иудейсем кавар тунине пĕлсенех эпĕ çав çынна сан патна леçтерес терĕм. Ăна айăплакансене те ун çинчен сан умăнта каласа пама хушрăм. Сывă пул».

(31) Çапла ĕнтĕ салтаксем, хăйсене хушнине пурнăçласа, Павела çĕрле Антипатридăна илсе кайнă.

(32) Тепĕр кунне ăна малалла юланутсем кăна леçнĕ, ыттисем вара тавăрăннă.

(33) Кесарине çитсен утлă салтаксем хайхи çырăва аслă пуçлăха панă, Павела та ун патĕнче хăварнă.

(34) Çырăвне вуласа тухсан аслă пуçлăх Павелран вăл хăш тăрăхри çын пулнине ыйтнă. Павел Килики çынни иккенне пĕлсен, Феликс çапла каланă:

(35) «Сан сăмахна эпĕ хăвна айăплакансем килсе çитсен итлĕп». Унтан ăна Ирод преторине хуптарса хурал тăратма хушнă.

Ĕçĕ-хĕлĕ 24

Павела айăплани

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Тепĕр пилĕк кунтан Анания аслă священник ятлă-сумлă çынсемпе тата Тертулл ятлă ăста калаçакан айăплавçăпа Кесарине пырса çитнĕ. Вĕсем аслă пуçлăха Павел çинчен çăхав панă.

(2) –

(3) Павела чĕнсе пырсан Тертулл çакнашкал айăплав сăмахĕ каланă: «Эй, хисеплĕрен те хисеплĕ Феликс! Эсĕ ертсе пынипе эпир чылай хушă канăç пурăнăçпа пурăнатпăр, эсĕ тăрăшнипе халăх пурăнăçĕ лайăхланчĕ, çавăнпа сана эпир пур çĕрте те яланах тем тĕрлĕ те тав тăватпăр.

(4) Эпир сана ытлашши чăрмантарасшăн мар, пирĕн кĕске сăмахăмăра хăвăн ырă кăмăлупа итлесе пĕтерме тархаслатăп.

(5) Çак çын халăха сиен тăвать; мĕн пур иудейсене пĕр-пĕринпе хирĕçтерсе çÿрет, Назорейсен суя тĕн вĕрентĕвне ертсе пырать.

(6) Вăл куçкĕретех пирĕн Турă Çуртне те ирсĕрлетме хăйрĕ, çавăнпа эпир ăна хамăр саккунпа айăплас тесе тытрăмăр.

(7) Анчах та Лисий пинпÿ ăна пирĕн аллăмăртан вăйпа пусахласах туртса илчĕ те сан патна леçтерчĕ.

(8) Пире вара, айăплакансене, сан патна килме хушрĕ. Эпир ăна мĕн сăлтавпа айăпланине пĕтĕмпех эсĕ унран хăйĕнченех тĕпчесе ыйтса пĕлме пултаратăн».

(9) Çак сăмахсем чăн тесе иудейсем те çирĕплетнĕ.

Павел хăйне Феликс умĕнче хÿтĕлесе калани

(10) Аслă пуçлăх паллă кăтартса калаçма ирĕк парсан, Павел хăйне хÿтĕлесе çапла каланă: «Эсĕ чылай çул хушши çак халăха тĕрĕс суд туса пурăннине пĕлсе тăрса, эпĕ хамăн ĕçĕме сан умăнта ирĕклĕнех хÿтĕлеме тăрăшăп.

(11) Эпĕ Турра пуççапма Иерусалима килни пĕр вун икĕ кунтан та ытла мар. Çакна эсĕ тĕрĕслеме пултаратăн.

(12) Эпĕ Турă Çуртĕнче те, синагогăра та, хулара та кампа та пулин тавлашнине е халăха пăлхатса çÿренине вĕсенчен пĕри те курман.

(13) Халĕ хăйсем мана хирĕç кăларса тăратнă айăплава вĕсем нимĕнпе те ĕнентереймĕç.

(14) Анчах та эпĕ пĕр япала пирки тунмастăп. Эпĕ чăнах та хама айăплакансем тĕрĕс мар ĕненÿ текен вĕрентĕве тытса пыратăп. Çав вĕрентÿ тăрăх эпĕ Моисей саккунĕнче çырнине тата пророксем каланине пĕтĕмпех ĕненсе тăрса, мăн асаттемĕрсен Турришĕн тăрăшатăп.

(15) Вилнĕ çынсене – тÿрĕ тата тÿрĕ мар пурăннисене те – Турă чĕртсе тăратасса шанатăп, çапла пуласса вĕсем хăйсем те кĕтеççĕ.

(16) Çавăнпа та эпĕ Турă умĕнче те, çынсем умĕнче те таса чунлă пуласшăн яланах тăрăшатăп.

(17) Акă эпĕ, чылай çул иртсен, хам халăхăма пулăшма пуçтарнă укçа-тенкĕне пама тата Турра парне кÿме Иерусалима килтĕм.

(18) Мана Турă Çуртĕнче тасалу йăлине туса ирттернĕ хыççăн тытрĕç. Унта нимле халăх таврашĕ те, нимле шăв-шав та пулман.

(19) Тытасса мана Асирен килнĕ хăш-пĕр иудейсем тытрĕç. Мана хирĕç мĕн те пулин каламалли пур пулсан, мана сан умăнта вĕсен айăпласа тăмаллаччĕ.

(20) Анчах вĕсем çăхавпа урăххисене ячĕç. Эпĕ синедрион канашĕ умĕнче тăнă чухне манра мĕнле айăп тупнине çаксем каласа паччăр эппин.

(21) Каласан та вĕсем çак пĕр сăмаха анчах калĕç. Чăнах та, эпĕ вĕсене: эсир мана халĕ вилнисем чĕрĕлсе тăрасси çинчен вĕрентнĕшĕн суд тăватăр тесе хыттăнах каласаттăм».

(22) Феликс вара вĕсен ĕçне ÿлĕме хăварнă. «Сирĕн ĕçĕре Лисий пинпÿ килсен, çав вĕрентÿ çинчен хам та тĕплĕнрех пĕлсен, татса парăп», – тенĕ вăл.

(23) Çĕрпĕве вăл Павела хуралласа усрама хушнă, анчах та ăна хĕсĕрлеме чарнă. Унăн çывăх çыннисене ун патне пырса çÿреме, ăна пулăшса тăма пĕрне те чарма хушман.

(24) Тепĕр темиçе кунран унта Феликс хăйĕн Друзилла ятлă арăмĕпе пынă. Арăмĕ унăн иудей çынни пулнă. Феликс Павела чĕнтернĕ те вăл Иисус Христоса ĕненесси çинчен каланине итлес тенĕ.

(25) Анчах та Павел тÿрĕлĕх çинчен, чараклăх çинчен, пулас суд çинчен кала пуçласан, Феликс, хăраса ÿксе, унăн сăмахне татнă: «Паянлăха çитĕ! Вăхăт тупăнсанах сана тата чĕнтерĕп», – тенĕ.

(26) Çав хушăрах вăл Павел хăйне тĕрмерен кăларттарма укçа сĕнессе кĕтнĕ, çавăнпа та, ăна чĕнтере-чĕнтере, унпа калаçнă.

(27) Анчах та икĕ çул иртсен Феликс вырăнне аслă пуçлăха Порций Фест ларнă. Иудейсене юрас тесе Феликс Павела тĕрмерех хăварнă.

Ĕçĕ-хĕлĕ 25

Павел хăйне император патĕнче суд тутарма ыйтни

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Фест, хăйне тытса тăма панă çĕр-шыва çитнĕ-çитменех, виçĕ кунран Кесарирен Иерусалима тухса кайнă.

(2) Çавăн чухне аслă священникпа иудейсен паллă çыннисем Павел çинчен çăхав пама ун патне пынă та ăна ÿкĕте кĕртме тăрăшса:

(3) «Пирĕншĕн ырă ĕç тусам, Павела Иерусалима чĕнтерсе илсем», – тесе тархасланă. Хăйсем вара Павела çул çинче вĕлерме усал шухăш тытнă.

(4) Анчах та Фест çапла тавăрнă: «Павел халĕ Кесарире тĕрмере ларать, çывăх вăхăтрах эпĕ хам та унта кайма шухăшлатăп.

(5) Çавăнпа та сирĕнтен хăшĕсем манпа пĕрле пыма пултараççĕ, пыччăр. Çав çыннăн мĕнле те пулин айăпĕ пур пулсан, айăплаччăр».

(6) Пĕр сакăр е вунă куна яхăн унта пурăнсан Фест Кесарине тавăрăннă. Вара тепĕр куннех, суд тумалли вырăна ларса, Павела илсе пыма хушнă.

(7) Суда илсе пырсанах Павела Иерусалимран пынă иудейсем сырса илнĕ, ун çинчен нумай йывăр айăп каланă, анчах айăпĕсем чăннине ĕнентереймен.

(8) Павел вара, хăйне тÿрре кăларса, çапла каланă: «Эпĕ Моисей саккунне хирĕçле те, Турă Çуртне хирĕçле те, императора хирĕçле те нимĕнле усал ĕç те туман».

(9) Фест, иудейсене юрасшăн пулса, Павелран ыйтнă: «Эпĕ ку ĕçпе сана Иерусалимра суд тăвăп, эсĕ унта пырас теместĕн-и?»

(10) «Эпĕ ахаль те хама тивĕçлĕ суд умĕнче, император сучĕ умĕнче, тăратăп. Иудейсене эпĕ нимĕнпе те хур туманнине эсĕ ху та лайăх пĕлетĕн, – тенĕ Павел.

(11) – Çапла вара, эпĕ айăплах пулсан, вĕлерме тивĕçлине мĕн те пулин тунă пулсан – вилме хатĕр. Иудейсен айăплавĕнче тĕрĕсси ним те çук пулсан – мана вĕсен аллине пама никамăн та ирĕк çук. Хама император патĕнче суд тутарма ыйтатăп».

(12) Вара Фест хăйĕн канашĕнчи çынсемпе калаçса илнĕ те çапла тавăрнă: «Эсĕ император патĕнче суд тутарма ыйтрăн, ĕнтĕ сана император патне илсе кайĕç».

Павелпа Агриппа патша

(13) Тепĕр темиçе кунран Феста саламлама Кесарине Иудея патши Агриппа тата унăн арăмĕ Вереника пырса çитнĕ.

(14) Вĕсем унта чылай пурăннă. Фест вара патшана Павел ĕçĕ пирки каласа панă. «Пирĕн кунта – тенĕ вăл, – Феликс тĕрмене хупса хăварнă пĕр çын пур.

(15) Эпĕ Иерусалимра чухне иудейсен аслă священникĕсемпе ятлă-сумлă çыннисем ун çинчен çăхав пама ман патăма пычĕç, ăна суд тума ыйтрĕç.

(16) Эпĕ вĕсене çапла тавăрса каларăм: Рим йăлипе, айăпланаканпа айăплакансене куçа-куçăн тăратмалла тата айăпланаканне хÿтĕленме ирĕк памалла, унсăрăн çынна вĕлерме тытса пама юрамасть.

(17) Вĕсем кунта килсессĕн вара, ĕçе вăраха ямасăр, тепĕр куннех эпĕ суд тумалли вырăна лартăм та çав çынна илсе пыма хушрăм.

(18) Айăплакансем ăна судра сырса илчĕç, анчах эп кĕтнĕ айăплавсенчен пĕрне те кăтартса параймарĕç.

(19) Çапах та вĕсем Павелпа хăйсен Турра хисеплес йĕрки çинчен тата пĕр вилнĕ темле Иисус пирки тавлашкаларĕç. Павел çирĕплетнĕ тăрăх, Вăл чĕрех иккен.

(20) Ку ыйтăва татса пама иккĕленсе эпĕ Павела çапла каларăм: „Хăвна ку ĕçпе Иерусалимра суд тутарма эсĕ унта пырас теместĕн-и?“

(21) Анчах та Павел хăйне император сучĕпе явап тыттарма ыйтрĕ. Çавăнпа эпĕ ăна император патне яма май киличчен тĕрмере тытма хушрăм».

(22) «Ку çынна ман хамăн та итлесе пăхас килет», – тенĕ Агриппа вара Феста. «Тархасшăн, – сĕннĕ лешĕ, – эсĕ ăна ыранах итлеме пултаратăн».

(23) Тепĕр кунне Агриппăпа Вереника суд çуртне питĕ чаплăн, хăйсемпе пĕрле пинпÿсемпе ятлă-сумлă çынсене илсе, пырса кĕнĕ. Фест хушнипе Павела суд çуртне илсе пынă.

(24) Вара Фест çапла каланă: «Эй, Агриппа патша тата пирĕнпе пĕрле кунта пухăннă ытти çынсем! Акă сирĕн умăрта пĕр çын тăрать. Çак çынна айăпласа ман патăма Иерусалимра та, кунта та иудей çыннисем тем чухлĕн пычĕç, ăна вĕлермелле тесе кăшкăрчĕç.

(25) Анчах та вăл вилме тивĕçлĕ ĕç тунине эпĕ тупаймарăм. Вара, хăй император патĕнче суд тутарма ыйтнăран, эпĕ ăна унта ярас тесе йышăнтăм.

(26) Эпĕ ун пирки император патне мĕн çырса ямаллине те пĕлместĕп. Çавăнпа та ăна сире, уйрăмах, Агриппа патша, сана, кăтартас терĕм. Эсир лайăхрах тĕпчесе пĕлсен вара мĕн çырса ямалли те паллă пулĕ.

(27) Мĕншĕн тесен хупнă çынна айăпне кăтартмасăрах император патне яни мана ăссăрла хăтланнă пек туйăнать».

Ĕçĕ-хĕлĕ 26

Павел хăйне Агриппа умĕнче хÿтĕлесе калани

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) «Хăвна хÿтĕлесе калама сана сăмах паратпăр», – тенĕ Павела Агриппа. Вара Павел аллине çĕкленĕ те хăйне хÿтĕлесе çапла сăмах каланă:

(2) «Эй, Агриппа патша! Иудейсен мĕн пур айăплавĕнчен паян сан умăнта хÿтĕленме май килнишĕн хама телейлĕ тесе шутлатăп.

(3) Çитменнине тата эсĕ иудейсен йăлисемпе тавлашуллă шухăшĕсене пĕтĕмпех пĕлетĕн. Çавăнпа та тархаслатăп: ман сăмахăма чăтăмлăн итлесе пĕтерсем.

(4) Иудейсем пурте ман пурăнăçăм çинчен аван пĕлеççĕ. Мĕн çамрăкранпах эпĕ тăван халăх хушшинче Иерусалимра пурăнтăм.

(5) Вĕсем мана тахçантанпах пĕлеççĕ ĕнтĕ, çавăнпа эпĕ фарисей пулнине, хамăр йăла-йĕркене питĕ çирĕп тытса пурăннине, кăмăлĕсем пулсан, хăйсемех кăтартса пама пултарĕç.

(6) Турă мăн асаттемĕрсене панă сăмаха шаннишĕн паян акă манăн суд умĕнче тăма тивет.

(7) Пирĕн вун икĕ йăхăмăр та, Турă сăмахĕ пурнăçланасса шанса, кунĕн-çĕрĕн Турăшăн тăрăшать. Эй, Агриппа патша! Иудейсем мана çав шанчăкшăн айăплаççĕ те ĕнтĕ.

(8) Мĕнех? Нивушлĕ эсир Турă вилнисене чĕртсе тăратма пултараймасть тесе шухăшлатăр?

(9) Чăн та, Назорей Иисус вĕрентĕвне хирĕç тăма манăн хамăн та нумай тăрăшмалла-ха тесе шухăшлаттăм.

(10) Иерусалимра эпĕ çав ĕçе туса пурăнтăм та: аслă священниксем панă ирĕкпе усă курса нумай ĕненекене тĕрмене хуптартăм, вĕсене вĕлернĕ чухне те эпĕ вĕлерекенсем майлă пултăм.

(11) Эпĕ вĕсене синагогăран синагогăна çÿресе асаплантараттăм, Иисуса хурлама ирĕксĕрлеттĕм. Ĕненекенсем çине çиллĕм тулса çитнипе эпĕ вĕсене ытти хуласене кайса та хĕсĕрлеттĕм.

Павел хăйне курăнни çинчен каласа пани

(12) Аслă священниксен ирĕкĕпе тата вĕсем хушнипе эпĕ Дамаска та çав тĕллевпех тухса кайрăм.

(13) Эй, патша! Çул çинче чухне, кăнтăрлапа, мана тÿперен хĕвел çутинчен те ялтăрарах çутă курăнчĕ. Манăн хамăн та, пĕрле пыракансен те куç шарсах кайрĕ.

(14) Эпир пурте çĕре ÿкрĕмĕр. Вара мана еврейла калаçакан сасă илтĕнчĕ. „Эй, Савл, Савл, – терĕ çав сасă, – эсĕ Мана мĕншĕн хĕсĕрлетĕн? Çĕнме çук вăя хирĕç ан пыр, хăвнах йывăр пулĕ“.

(15) Эпĕ вара ыйтрăм: „Кам пултăн Эсĕ?“ „Эпĕ – эсĕ хĕсĕрлекен Иисус, – тавăрчĕ Вăл.

(16) – Ĕнтĕ халĕ уру çине тăрах; эсĕ халĕ ху мĕн курнине тата Эпĕ сана мĕн пĕлтерессине каласа кăтартакан, çавăншăн ĕçлесе тăракан пулăн. Çавăнпа Эпĕ сана курăнтăм та.

(17) Эпĕ сана иудейсемпе урăх халăх çыннисем пĕтересрен упраса хăварса, халĕ сана çавсем патнех яратăп.

(18) Мана ĕненнипе вĕсен çылăхĕсем каçарăнмалла пулччăр тесе, сăвапласа тасатнисемпе пĕр шăпаллă пулччăр тесе эсĕ вĕсен куçĕсене уçăн. Вĕсене шуйттан аллинчен хăтарса Турă аллине парăн, тĕттĕмлĕхрен çутта илсе тухăн“.

(19) Эй, Агриппа патша! Çавăнпа эпĕ тÿперен курăннине итлемесĕр тăма пултараймарăм.

(20) Эпĕ чăн малтанах Дамаскпа Иерусалимра пултăм. Унтан пĕтĕм Иудея çĕрĕнчи çынсене тата ытти халăхсене ÿкĕнсе Турă енне çавăрăнма, ÿкĕнĕçе тивĕçлĕ ĕçсем тума вĕрентсе çÿрерĕм.

(21) Çавăншăн мана иудейсем Турă Çуртĕнчех ярса тытрĕç те вĕлересшĕн пулчĕç.

(22) –

(23) Анчах та Турă пулăшнипе эпĕ паян кунчченех тĕрĕс-тĕкел, пĕчĕккисенчен пуçласа аслисем таранах çакна каласа çирĕплететĕп: Христосăн асап тÿсмеллеччĕ, вилнисенчен чăн малтан чĕрĕлсе тăрса иудей халăхне те, ытти халăхсене те çăлăнăç çути çинчен пĕлтермеллеччĕ. Çакăн çинчен пророксемпе Моисеях каласа пĕлтернĕ, вĕсем каланинчен ытла эпĕ нимĕн те каламан».

(24) Павел хăйне çапла хÿтĕленĕ чухне Фест ăна пÿлсе кăшкăрса тăкнă: «Павел! Эсĕ ăсран тайăлнă! Нумай пĕлни сана ухмаха ертет!»

(25) «Хисеплĕрен те хисеплĕ Фест, – тенĕ вара ăна Павел, – эпĕ ухмаха ермен, тĕрĕс те чăн сăмахсем калатăп.

(26) Патша та кун пирки пĕтĕмпех пĕлет, çавăнпа та эпĕ хăюллăнах калаçатăп. Мĕн те пулин унран пытарса хăварнă пулĕ тесе шутламастăп, мĕншĕн тесен ку ĕç куç хыçĕнче пулса иртмен.

(27) Эй, Агриппа патша! Эсĕ пророксене ĕненетĕн-и? Ĕненетĕн. Эсĕ ĕненнине пĕлетĕп».

(28) «Эсĕ мана ытла хăвăрт Христоса ĕнентересшĕн мар-и?» – тенĕ Агриппа.

(29) «Хăвăрт-и, вăрах-и, – анчах та эсĕ кăна мар, паян хама итлекенсем пурте манашкал пулччăр тесе Турра кĕлтăвăттăм, анчах та вĕсем манашкал сăнчăрта ан пулччăрах».

(30) Çак сăмахсене илтсен патша та, аслă пуçлăх та, Вереника та, вĕсемпе пĕрле ларакансем те ура çине тăнă;

(31) унтан, аяккарах пăрăнса, пĕр-пĕринпе çапла калаçа пуçланă: «Ку çын вĕлерме е тĕрмене хупма тивĕçлĕ нимĕнле усал ĕç те туман».

(32) «Император судне хăй ыйтман пулсан ăна ирĕке яма та пулатчĕ», – тенĕ Агриппа патша Феста. Çавăнпа вара аслă пуçлăх ăна император патне яма йышăннă.

Ĕçĕ-хĕлĕ 27

Рима кайни

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Пире Италие караппа ярас терĕç. Вара Павела тата тĕрмене хупнă ытти çынсене император полкĕнчи Юлий çĕрпÿ аллине пачĕç.

(2) Пирĕн хулара Аси çыранĕ хĕррипе кайма пуçтарăннă пĕр Адрамит карапĕ чарăннăччĕ. Эпир çавăн çине лартăмăр та тинĕсе тухрăмăр. Пирĕнпе пĕрле тата Македони çынни, фессалоникăсем Аристарх пурччĕ.

(3) Тепĕр кунне эпир Сидон тĕлĕнче чарăнтăмăр. Юлий хăйне Павелпа кăмăллă тыткаларĕ, ăна хăйĕн тусĕсем патне кайса килме, вĕсенчен пулăшу илме те ирĕк пачĕ.

(4) Хирĕçле çил питĕ вăйлă пулнăран унтан тухсан эпир Кипр утравĕн çыранĕсен хÿттипе ишрĕмĕр.

(5) Вара тин, Киликипе Памфили тĕлĕнче тинĕс урлă каçса, Ликири Миры хулине пырса çитрĕмĕр.

(6) Унта Юлий çĕрпÿ Италие каякан Александрия карапне шыраса тупрĕ те пире ун çине лартрĕ.

(7) Книда эпир темиçе кунран кăна, аран-аран çиткелерĕмĕр. Майлă çил пулман пирки пире Крит утравĕн хÿттипе Салмон сăмсахĕ тĕлĕнчен ишсе пыма лекрĕ.

(8) Ун çумĕнчен аран-аран ирткелесе кайса эпир Ласея хули çывăхĕнчи Аван Чарăну ятлă пĕр вырăна çитрĕмĕр.

(9) Анчах эпир нумай вăхăт çухатрăмăр: типĕ тытмалли кунсем те иртнĕччĕ ĕнтĕ. Ку вăхăтра тинĕсе тухма хăрушши çинчен Павел асăрхаттарчĕ.

(10) «Эй, халăх! Малалла ишме питĕ йывăр пуласса эпĕ пĕлетĕп. Тиенĕ япаласемпе карапа çеç мар, хамăра та пысăк инкек кĕтме пултарать», – терĕ вăл.

(11) Анчах та çĕрпÿ, капитанпа карап хуçине шанса, Павел асăрхаттарнине итлемерĕ.

(12) Ку чарăну хĕл каçма юрăхсăр пулнă пирки ытларахăшĕ малалла ишме сĕнчĕç, çитме май пулсан Финикра хĕл каçас терĕç. Крит утравĕ çумĕнчи çак чарăну кăнтăр-хĕвел анăçĕнчен тата çурçĕр-хĕвел анăçĕнчен вĕрекен çил çинче ларать.

Тинĕсри çил-тăвăл

(13) Кăнтăр енчен çил вĕре пуçласан тин матроссем, кĕтни аранах çитрĕ тесе, çула тухрĕç те Крит çыранĕ çумĕпе ишсе пычĕç.

(14) Анчах нумаях та вăхăт иртмерĕ, Крит енчен тăвăллă çил, эвроклидон текенскер, вĕрме пуçларĕ.

(15) Çил карапа тыткăнларĕ те пире хумсем çийĕн юхтарса çÿрерĕ.

(16) Клавда ятлă пĕр пĕчĕк утрав патне пырса лексен, эпир карап çумĕнчи çăлăнмалли кимме аран-аран тытса чартăмăр.

(17) Ăна вĕренсемпе çĕклесе илтĕмĕр те карапа çирĕплетсе çыхма пуçларăмăр. Унтан, ăшăх вырăнсене ларасран хăраса, парăса антартăмăр. Çапла эпир хумсен тыткăнне лекрĕмĕр.

(18) Тепĕр кунне вара, тăвăл питĕ хытă лăсканăран, тиенĕ япаласене тинĕсе ывăта пуçларĕç.

(19) Виççĕмĕш кунне карап хатĕр-хĕтĕрĕсене хамăр аллăмăрпах тинĕсе персе пĕтертĕмĕр.

(20) Темиçе кун хушши çапла хĕвел те, çăлтăрсем те курăнмарĕç, çил-тăвăл кăна чарăна пĕлми алхасрĕ. Юлашкинчен вара пирĕн çăлăнас шанчăк та пĕтрĕ.

(21) Çынсем чылайранпа çименччĕ ĕнтĕ. Вара Павел тăчĕ те çапла каларĕ: «Эй, халăх! Сирĕн ман сăмахăма итлесе Критран тухмалла марччĕ. Итленĕ пулсан çакнашкал терт-нушана та курман пулăттăр.

(22) Анчах та халĕ сире хăюллăрах пулма тархаслатăп. Карапĕ пĕтĕ, эсир пурте хăтăлăр.

(23) Мĕншĕн тесен мана кĕçĕр чун-чĕремпе Ăна çеç парăнса, Уншăн çеç ĕçлесе тăракан Туррăмăн ангелĕ курăнчĕ.

(24) „Павел, ан хăра, – терĕ çав ангел. – Санăн император умне тăмалла, çавăнпа Турă, сана хĕрхенсе, карап çинчисене пурне те хăтарĕ“.

(25) Çавăнпа та, арçын пек пулса, хастарланăр! Йалтах Турă каланă пек пуласса эпĕ ĕненетĕп. Вăл каланă тăрăх,

(26) пирĕн пĕр утрав çине тухса ÿкмелле пулĕ».

(27) Çапла Адриатика тинĕсĕнче хумсен тыткăнне лекни икĕ эрне иртрĕ. Çур çĕр тĕлĕнче матроссем пирĕн карап типĕ çĕр патнелле çывхарнине туя пуçларĕç.

(28) Унтан вĕсем тинĕс тарăнăшне виçсе пăхрĕç те вăл çирĕм хăлаçа яхăн анчах пулнине палăртрĕç. Тепĕртакран каллех виçсе пăхрĕç: тарăнăшĕ вун пилĕк хăлаç кăна иккен.

(29) Чул хысакĕсене пырса çапăнасран хăраса, карап хыçĕнчен тăватă якорь пăрахрĕç. Вара тул çутăласса кĕте пуçларăмăр.

(30) Матроссем тарма шухăш тытнă пулнă. Карап пуçĕнчен якорь ярам пек туса, вĕсем тинĕсе çăлăнмалли кимме антара пуçланă иккен.

(31) Çĕрпÿпе салтаксене Павел çапла каларĕ: «Кусем карап çинчех юлмасан, эсир çăлăнаймăр».

(32) Вара салтаксем çăлăнмалли кимме çыхнă вĕренсене тытрĕç те касса ячĕç, кимми тинĕсе ÿкрĕ.

(33) Тул çутăлас умĕн Павел пурне те апат çиме ÿкĕтле пуçларĕ: «Çырана тухасса кĕтсе эсир вун тăватă кун хушши ĕнтĕ çинĕ-çимен пурăнатăр.

(34) Эпĕ сире хистесех çиме ыйтатăп, çисессĕн çăлăнма çăмăлрах пулĕ. Сирĕнтен пĕрин те пуç çинчи çÿç пĕрчи те пĕтмĕ».

(35) Çакна каласан вăл çăкăр илчĕ те, пурин умĕнчех Турра тав туса, хуçса çие пуçларĕ.

(36) Тинех çынсен кăмăлĕсем çĕкленчĕç, вара пурте апатланчĕç.

(37) Карап çинче эпир пурĕ ик çĕр çитмĕл улттăнччĕ.

(38) Çисе тăрансан, карап çăмăллантăр тесе, çынсем юлнă тулла та тинĕсе ячĕç.

Карап арканни

(39) Тул çутăлчĕ. Чылай сăнарĕç пулин те, матроссем хамăр хăш тĕлтине калаймарĕç. Вĕсем пĕр сĕвек çыранлă тинĕс пырне асăрхарĕç, май пулсан, çавăнта караппа пырса чарăнма шут тытрĕç.

(40) Вара вĕсем якорьсене çĕклесе, рульсене çыхнисене салтса, пĕчĕк парăса çиле май карăнтарса карапа çыраналла тытрĕç.

(41) Тепĕртакран карап пĕр хăйăр сăмсах тĕлне пулчĕ те ăшăха лекрĕ: карап пуçĕ лакса ларчĕ, хыçне хум çапса арката пуçларĕ.

(42) Тĕрме çыннисем ишсе тарасран хăраса, салтаксем вĕсене вĕлерме те шут тытрĕç.

(43) Анчах та çĕрпÿ, Павела çăлса хăварас тесе, вĕсене чарчĕ. Вăл ишме пĕлекенсене шыва малтан сиксе çырана тухма хушрĕ.

(44) Ыттисене вара хăмасенчен е карап çĕмрĕкĕсенчен тыткаласа хăтăлма каларĕ. Çапла майпа пурте тип çĕр çине тухса çăлăнчĕç.

Ĕçĕ-хĕлĕ 28

Мелит утравĕ çинче

1 2 3 4
5 6 7 8
9 10 11 12
13 14 15 16
17 18 19 20
21 22 23 24
25 26 27 28

(1) Тинĕс тыткăнĕнчен хăтăлса тухсан эпир ку утрав Мелит ятлă иккенне пĕлтĕмĕр.

(2) Вырăнти халăх пире питĕ ăшшăн йышăнчĕ. Çумăр çуса тăнăран, сивĕ пулнăран вĕсем кăвайт хучĕç, пире пурне те хăйсем патне чĕнчĕç.

(3) Çатрака пухса тултарнă Павел кăвайт хурса ларатчĕ. Сасартăк çунакан кăвайт ăшĕнчен, вĕри вута тÿсеймесĕр, çĕлен шуса тухрĕ те Павел аллинчен çакăнса ларчĕ.

(4) Утрав çинче пурăнакансем, Павел аллинчен çĕлен çакăнса тăнине курсан, пĕр-пĕринпе çапла калаçа пуçларĕç: «Ахăртнех, ку этем çын вĕлернĕ пулĕ. Курăр-ха, тинĕсре çăлăннăскере Турă айăплавĕ çитрĕ пуль».

(5) Анчах та Павел çĕлене силлесе вута ывăтрĕ, хăй вара нимĕн чухлĕ те сиенленмен иккен.

(6) Утрав çинчисем Павел шыçăнса каясса е сасартăк ÿксе вилессе кĕтрĕç. Кĕтсен-кĕтсен, вĕсем Павела нимĕнле сиен те пулманнине курчĕç. Вара çак ют халăх çыннисем, хăйсен малтанхи шухăшне улăштарса, Павела турă вырăнне хура пуçларĕç.

(7) Çавăнтан инçех те мар утрав пуçлăхĕн, Публий ятлăскерĕн, хуçалăхĕ пурччĕ. Вăл пире хапăлласа йышăнчĕ, виçĕ кун хушши мĕн пур кăмăлтан хăна турĕ.

(8) Ашшĕ унăн сив чирпе тата юнлă варвиттипе аптăраса вырăнпах выртатчĕ. Павел вара Публий ашшĕ выртакан пÿлĕме кĕчĕ те, кĕлтуса, ун çине аллине хурса, сыватрĕ.

(9) Çакăн хыççăн утрав çинчи ытти чирлĕ çынсем те Павел патне пыра пуçларĕç. Павел вĕсене те сыватрĕ.

(10) Кунта пире питĕ лайăх пăхса усрарĕç, çул çине мĕн кирлине те пĕтĕмпех парса ячĕç.

Рима кайни

(11) Тепĕр виçĕ уйăхран эпир çак утрав çинчех хĕл каçнă „Диоскуры“ ятлă Александрия карапĕ çине ларса тинĕсе тухрăмăр.

(12) Унтан Сиракузăна çитрĕмĕр те çав хулара виçĕ кун пурăнтăмăр.

(13) Унтан тухсан Ригие ишсе çитрĕмĕр. Тепĕр кунтанах кăнтăр çилĕ вĕрме пуçларĕ, çавăнпа эпир иккĕмĕш куннех Путеола çитсе ÿкрĕмĕр.

(14) Унта эпир ĕненекен тăвансене тĕл пултăмăр, вĕсем пире хăйсем патĕнче эрнелĕхе юлма ÿкĕте кĕртрĕç. Вара тин эпир Рима кайма тухрăмăр.

(15) Эпир пырасса пĕлнĕ Римри тăвансем Аппий тÿремĕ текен тата Виçĕ Хăна çурчĕ текен вырăнсенче пире кĕтсе илме тухса тăнăччĕ. Вĕсене курсан Павел Турра тав турĕ те хавхалансах кайрĕ.

(16) Рима çитсен çĕрпÿ тĕрме çыннисене çар пуçĕн аллине пачĕ, Павела вара, хăйне хураллакан салтакпа пĕрле, ыттисенчен уйрăммăн пурăнма ирĕк пачĕ.

Павел Римра вĕрентни

(17) Тепĕр виçĕ кунран Павел Римра пурăнакан иудейсен ятлă-сумлă çыннисене чĕнтерчĕ. Пурте пухăнса çитсессĕн вĕсене вăл çапла каларĕ: «Эй, тăван çыннăмăрсем! Эпĕ халăхăма хирĕçле, мăн асаттесен йăлисене хирĕçле нимĕнле усал ĕç те туман. Çапах мана Иерусалимра тытса сăнчăрларĕç те Рим çыннисен аллине пачĕç.

(18) Вĕлерме нимĕнле айăп та тупайман пирки вĕсем мана суд тунă хыççăн ирĕке ярасшăнччĕ.

(19) Анчах та иудейсем хирĕç тăчĕç, çавăнпа манăн император судне ыйтма лекрĕ. Çакна эпĕ хамăн халăхăма мĕншĕн те пулин айăплас тĕллевпе тумарăм.

(20) Чĕнтерессе те эпĕ сире çав сăлтавпах чĕнтертĕм, сирĕнпе курса калаçас терĕм. Мĕншĕн тесен мана хамăр кĕтекен Израиль шанчăкĕшĕн çак сăнчăрпа сăнчăрларĕç».

(21) Итлекенсем вара ăна çапла каларĕç: «Эпир Иудейăран сан çинчен çырнă нимĕнле çыру таврашĕ те илмен. Ĕненекен тăвансенчен пĕри те килсе сан çинчен пире хыпарламан, усал сăмах пĕлтермен.

(22) Ĕнтĕ пирĕн çак вĕрентÿ пирки эсĕ ху мĕн шухăшланине пĕлес килет, мĕншĕн тесен вăл вĕрентÿ пирки таçта та тавлашнине эпир пĕлетпĕр».

(23) Вара вĕсем Павелпа хăçан тĕл пуласси пирки калаçса татăлнă. Палăртнă кун çитсен ун патне хăна çуртне вĕсем питĕ нумаййăн пынă. Павел вĕсене иртен пуçласа каçченех Турă Патшалăхĕ çинчен вĕрентнĕ. Хăйĕн сăмахĕсене вăл Моисей саккунĕнче тата пророксен кĕнекисенче Иисус çинчен пĕлтернĕ вырăнсемпе çирĕплетсе панă.

(24) Хăшĕ-пĕрисене вăл ÿкĕте кĕртнĕ, хăшĕсем вара ĕненмен.

(25) Вĕсем пĕр-пĕринпе тавлашсах кайнă, Павелăн çак сăмахĕсене илтсен вара пĕрин хыççăн тепри туха-туха кайма тытăннă. Павел çапла каланă пулнă: «Мăн асаттемĕрсене Святой Сывлăш Исаия пророк сăмахĕсемпе питĕ аван каланă:

(26) „Çак халăха çапла кайса кала: эсир хăлхапа илтсен те ăнланаймăр, куçăрсемпе пăхсан та кураймăр.

(27) Мĕншĕн тесен çак çынсен чун-чĕри хытса ларнă, хăлхисем те аран илтеççĕ, куçĕсем те хупă. Ĕнтĕ вĕсен куçĕ курмасть, хăлхи илтмест, чун-чĕри туймасть, çавăнпа та вĕсем, Мана сываттарас тесе, Ман енне çавăрăнмаççĕ“.

(28) Çапла ĕнтĕ пĕлсех тăрăр: Туррăн çăлăнăçне урăх халăхсене панă, итлекенĕсем те вĕсемех пулĕç».

(29) Çакна илтсен иудейсем пĕр-пĕринпе тавлаша-тавлаша тухса кайнă.

Юлашкинчен калани

(30) Çапла Павел Римра тата икĕ çула яхăн пулнă. Унта вăл çав хăна çуртĕнчех пурăннă, хăйĕн патне пыракансене пурне те хапăл тунă.

(31) Павел Турă Патшалăхĕ çинчен, Иисус Христос Хуçамăр çинчен хăюллăн та пĕр чăрмавсăр вĕрентнĕ.

Advertisements

Сăваплă Апостолсен Ĕçĕ-хĕлĕ” çине 2 шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s