Софония Пророк Кĕнеки


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Софония Пророк Кĕнеки

1

1 2 3

(1) Иосия — Амон ывăлĕ, Иудея патши — пурăннă вăхăтра Софонияна Çÿлхуçа пĕлтерсе каланă сăмах; Софония вăл Хусий ывăлĕ пулнă, Хусий — Годолия ывăлĕ, Годолия — Амория ывăлĕ, Амория вара Езекия ывăлĕ пулнă.

(2) Çĕр пичĕ çинчен пĕтĕмпех пĕтерсе тăкăп, тет Çÿлхуçа:

(3) çынсене те, выльăхчĕрлĕхе те пĕтерсе тăкăп, вĕçен кайăксене те, тинĕсри пулăсене те, йĕркесĕр пурăнакансемпе ултава та пĕтерсе тăкăп; çынсене çĕр пичĕ çинчен пĕтерсе тăкăп, тет Çÿлхуçа.

(4) Аллăма Иудея çине, Иерусалимăн мĕнпур çынни çине тăсăп; çак вырăнта юлнă Ваалсене тĕппипех пĕтерĕп, чÿк пуçĕсемпе священниксен ятне те манăçтарăп;

(5) çурт тăрринче тăрса çÿлти çар ушкăнне пуççапакансене те, Çÿлхуçа ячĕпе тата хăйсен патши ячĕпе тупа туса пуççапакансене те,

(6) Çÿлхуçаран уйрăлса кайнисене те, Çÿлхуçана шыраманнисене те, Ăна тархасламаннисене те пĕтерсе тăкăп.

(7) Шăплан Çÿлхуçа Турă умĕнче! Çÿлхуçа кунĕ çывăхрах: ĕнтĕ Çÿлхуçа парне кÿмеллине хатĕрлесе хунă, кама чĕнмеллине кăтартса панă.

(8) Çÿлхуçана парне кÿнĕ кун çапла пулĕ: Эпĕ улпутсене, патша ывăлĕсене, ют халăхсен тумне тăхăнакансене пурне те пырса пăхăп;

(9) çавă кун Эпĕ алăк урати урлă сике-сике каçакансене, хăйсен Çÿлхуçи Çуртне пусмăрпа ултав тултаракансене пурне те пырса пăхăп.

(10) Çавă кун, тет Çÿлхуçа, Пулă хапхи умĕнче çухăрни, ытти хапхасем умĕнче ÿлесе йĕни илтĕнсе тăрĕ, сăртсем хăрушшăн ишĕле-ишĕле анĕç.

(11) Эй хулан анат енĕнче пурăнакансем, ÿлесе йĕрĕр: суту-илÿпе пурăнакан халăх пĕтĕмпех çухалĕ, кĕмĕл пухса тултарнисем тĕп пулĕç.

(12) Ун чухне çапла пулĕ: Эпĕ, çутаткăç илсе, Иерусалима пăхса çаврăнăп та çĕприне çĕнетмесĕр пурăнакансене, хăйсен ăшĕнче: «Çÿлхуçа ырă та, усал та тумасть» теекенсене хаса парăп.

(13) Вĕсен пуянлăхĕ ыттисен тупăшĕ пулĕ, çурчĕсем юхăнса пĕтĕç; вĕсем çуртсем лартĕç, анчах унта пурăнаймĕç, иçĕм пахчисем лартса ÿстерĕç, анчах унăн эрехне ĕçеймĕç.

(14) Çÿлхуçанăн аслă кунĕ çывăхрах ĕнтĕ, çывăхрах, питĕ васкаса килет: ĕнтĕ Çÿлхуçа кунĕн сасси те илтĕнет; ун чухне чи паттăрри те кăшкăрса йĕрсе ярĕ!

(15) Çакă кун — çилĕ кунĕ, хуйхăпа йывăрлăх кунĕ, тустарупа аркату кунĕ, тĕттĕмпе сĕмлĕх кунĕ, пĕлĕтпе тĕтре кунĕ,

(16) хÿмеллĕ хуласемпе çÿллĕ пашнесене хирĕç çĕкленнĕ трупасен сассипе çухăрашу кунĕ.

(17) Эпĕ вара çынсене хĕссе лартăп, вĕсем суккăрсем пек çÿрĕç, мĕншĕн тесен вĕсем Çÿлхуçана хирĕç пырса çылăха кĕнĕ, вĕсен юнĕ тусан пек сапаланĕ, вĕсен ÿчĕ тислĕк пек сапаланса кайĕ.

(18) Çÿлхуçа çилли çитнĕ кун вĕсене хăйсен кĕмĕлĕ те, ылтăнĕ те çăлса хăвараймĕ, çак пĕтĕм çĕре Вăл кĕвĕçÿ вучĕпе çунтарса ярĕ: Вăл  çĕр çинче пурăнакан пĕтĕм çынна пĕтерĕ, çитменнине тата сасартăках пĕтерĕ.

2

1 2 3

(1) Эй чарусăр халăх, хăвăра тимлĕ тишкерĕр,

(2) палăртса хуни çитиччен – кун хывăх пекех вĕçсе иртет вăл – хăвăр çине Çÿлхуçанăн çулăмлă çилли çитиччен хăвăра тишкерĕр.

(3) Эй çĕр çинче мĕнпур йăваш кăмăллисем, Çÿлхуçа саккунне туса тăракансем, Çÿлхуçана шырăр, тÿрĕлĕхе шырăр, йăваш ăслă пулма тăрăшăр; тен, эсир Çÿлхуçа çиллин кунĕнче пытанса юлайăр.

(4) Ĕнтĕ Газа хулине пăрахса кайĕç, Аскалон хули пушанса юлĕ, Азот хулине кăнтăр кунĕнчех хăваласа кăларĕç, Екрон хули тĕпĕ-йĕрĕпех пĕтсе ларĕ.

(5) Тинĕс хĕрринчи çĕршывра пурăнакансене, Крит халăхне, хуйхă çитĕ! Ханаансем, Филисти çĕрĕ, сире Çÿлхуçа сăмахĕ çитет! Эпĕ сана пĕтерсе тăкăп та, сан патăнта пурăнакан та пулмĕ.

(6) Çапла тинĕс хĕрринчи çĕршыв кĕтÿре çÿрекен сурăхсен вити, выльăх-чĕрлĕх карти пулса юлĕ.

(7) Çакă çĕр вара Иуда килĕн чĕрĕ сыхланса юлнă çыннисене лекĕ, унта кĕтÿ кĕтĕç, каçсерен Аскалон çурчĕсенче канĕç: хăйсенĕн Çÿлхуçа Турри вĕсем патне çитĕ те вĕсене тыткăнран каялла илсе килĕ.

(8) Манăн халăхăмран кулса, Моав епле хурланса калаçнине, Аммон ывăлĕсем епле хăртнине, вĕсем унăн çĕрĕнче епле мухтанса пурăннине илтрĕм Эпĕ.

(9) Эпĕ пур! тет Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри: Моав Содом пекех пулĕ, Аммон ывăлĕсене те, Гоморра пек, вĕлтрен пусĕ, вĕсем тăвар лакăмĕ пулĕç, ĕмĕрлĕхе пушхир пулса юлĕç; Манăн йăлкăм вĕсене тупăш вырăнне илĕ, Манăн çыннăмсенчен чĕрĕ юлнисем вĕсене хăйсен аллинче тытса тăма пуçлĕç.

(10) Çакă вăл вĕсен мăнкăмăллăхĕшĕн, вĕсем Саваоф Çÿлхуçа халăхĕнчен мăшкăлласа кулнăшăн, ун умĕнче мухтаннăшăн пулĕ.

(11) Çÿлхуçа вĕсемшĕн хăрушă пулĕ: Вăл çĕр çинчи пур турра та пĕтерсе тăкĕ, пур кĕтесри халăх та, кашни хăйĕн вырăнĕнчен, Ăна пуççапса пурăнма тытăнĕ.

(12) Эсир те, Эфиопи çыннисем, Манăн хĕç айĕнче вилсе пĕтĕр.

(13) Вăл ĕнтĕ Хăйĕн аллине çурçĕр енне тăсĕ те Ассура пĕтерсе пăрахĕ, Ниневи хулинчен ишĕлчĕк, пушхир пек типĕ вырăн туса хăварĕ,

(14) ун вырăнĕнче кĕтÿсем, тĕрлĕ чĕрчунсем канлĕх тупĕç; унăн касса тунă эрешĕсем хушшинче пеликансемпе чĕрĕпсем çĕр каçĕç; вĕсен сасси чÿречесенчен илтĕнсе тăрĕ, алăк юписем те çĕмĕрĕлсе пĕтĕç, вĕсене сăрнă кедр йывăçĕн йĕрĕ те юлмĕ.

(15) Акă мĕн пулĕ савăнса тăракан, ним шухăшсăр пурăнакан, хăй ăшĕнче: «эпĕ анчах, мансăр пуçне урăх никам та çук» теекен хулана. Вăл ĕнтĕ ишĕлчĕк, тискер кайăксен шăтăкĕ пулса юлчĕ! Ун тĕлĕнчен иртекен кирек кам та шăхăрса илĕ те аллипе çеç сулĕ.

3

1 2 3

(1) Ирсĕрленнĕ, таса мар, хĕсĕрлесе пурăнакан хулана хуйхă çитĕ!

(2) Каланине итлемест вăл, ÿкĕтленине йышăнмасть, Çÿлхуçана шанмасть, хăйĕн Турри патне çывхармасть.

(3) Ун хушшинчи çулпуçсем – ÿхĕрекен арăслансем, унăн тÿрисем – ирччен пĕр шăмă та хăварман каçхи кашкăрсем.

(4) Унăн пророкĕсем – çăмăл шухăшлă, ултавлă çынсем; унăн священникĕсем таса Çурта ирсĕрлеççĕ, саккуна таптаççĕ.

(5) Ун хушшинче Çÿлхуçа тÿрĕ, Вăл тĕрĕс мар ĕç тумасть, ирсерен ялан Хăйĕн сутне кăтартать; анчах йĕркесĕр çын намăса пĕлмест.

(6) Эпĕ халăхсене пĕтерсе тăкрăм, вĕсен тĕрекĕсем ишĕлсе пĕтнĕ; вĕсен урамĕсене пушатса хăвартăм, унта ĕнтĕ никам та çÿремест; вĕсен хулисене çаратса тухнă: унта пĕр çын та çук, унта никам та пурăнмасть.

(7) Эпĕ каларăм: «Манран анчах хăра, вĕрентнине тăнла!» терĕм, çапла тусассăн унăн çурчĕ пĕтместчĕ, Эпĕ ун валли хунă айăп çитместчĕ ăна; анчах вĕсем хăйсен пĕтĕм ĕçне çине тăрсах пăсма тăрăшрĕç.

(8) Çапла ĕнтĕ, тет Çÿлхуçа, Эпĕ пĕтерме тытăнас кунччен кĕтĕр Мана: Эпĕ халăхсене пухма, патшалăхсене чĕнме палăртса хутăм — Эпĕ вĕсем çине Хамăн тарăхăвăма, Хамăн çиллĕмĕн пĕтĕм хаярлăхне ярăп; пĕтĕм çĕр Манăн кĕвĕçÿ вучĕпе çунса кайĕ.

(9) Пурте Çÿлхуçа ятне асăнччăр, Ăна пĕр кăмăлпа пăхăнса тăччăр тесе, ун чухне Эпĕ халăхсене каллех таса чĕлхе-çăвар парăп.

(10) Эфиопири юханшыв леш енчен, çавăнти çĕрсенчен, Мана пуççапакансем — Манăн сапаланса кайнă халăхăмăн ачисем — Ман валли парнесем илсе килĕç.

(11) Çавă кун унчченхи пек тĕрлĕ ĕçÿпе Ман умăмра çылăха кĕрсе, эсĕ хăвна ху намăс кăтартмăн: ун чухне Эпĕ санăн чапупа мухтанакансене сан хушшунтан кăларса ярăп, Манăн таса тăвăм çинче текех мухтанаймăн вара.

(12) Анчах сан хушшăнта йăваш халăха, ахаль халăха, хăварăп, вĕсем вара Çÿлхуçа ятне шанса тăрĕç.

(13) Израилĕн чĕрĕ сыхланса юлнă çыннисем тÿрĕ мар ĕç тумĕç, суя суйса калаçмĕç, вĕсен чĕлхи-çăварĕнчен ултавлă сăмах тухмĕ: вĕсем ырă çĕрте çÿрĕç, лăпкă пурăнĕç, вĕсене никам та тивмĕ.

(14) Эй Сион хĕрĕ, савăн! Эй Израиль, хавасланса тăр! Эй Иерусалим хĕрĕ, савăн, пĕтĕм чĕререн хĕпĕрте!

(15) Çÿлхуçа санăн айăпна сирчĕ, санăн тăшманна хăваласа ячĕ! Çÿлхуçа, Израиль патши, сан хушшунта: текех хĕн-асап курмăн эсĕ.

(16) Çав кун Иерусалима: «ан хăра» тейĕç; Сиона: «санăн аллу ан вăйсăрлантăр!» тейĕç.

(17) Çÿлхуçа Турру хăвăн хушшунта, сана çăлмашкăн Вăл хăватлă; саншăн хавасланса савăнĕ, Хăй юратнипе ырăлăхлă пулĕ, саншăн хĕпĕртенипе савăнса тăрĕ.

(18) Чаплă уявсемшĕн тĕмсĕлекенсене Эпĕ пĕр çĕре пухăп: вĕсем санăн, вĕсене мăшкăл пусса тăрать.

(19) Акă çавăн чухне Эпĕ сана хĕсĕрлекенсене пурне те хĕссе лартăп та уксаххисене хăтарăп, саланса кайнисене пуçтарăп, вара вĕсене хăйсем мăшкăл тÿснĕ çак пĕтĕм çĕр çинче хисеплĕ те ятлă-сумлă тăвăп.

(20) Çавăн чухне сире илсе килĕп те çавăн чухнех пĕр çĕре пуçтарăп: сире хăвăр куçăр умĕнчех тыткăнран илсе килсессĕн, çĕр çинчи мĕнпур халăх хушшинче сире хисеплĕ те ятлăсумлă тăвăп, тет Çÿлхуçамăр.

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.