Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Наум Пророк Кĕнеки
1
(1) Ниневи хулине малашне мĕн пуласси çинчен калани; Елкос çыннине Наума мĕн курăннисен кĕнеки.
(2) Çÿлхуçа вăл — хытă юратакан, хирĕç тавăракан Турă; тавăракан Çÿлхуçанăн çилли те хăрушă: Çÿлхуçа Хăйĕн тăшманĕсене тавăрать, Хăйне хирĕç тăракансене каçармасть.
(3) Çÿлхуçа вăрах тÿсĕмлĕ, Хăйĕн хăвачĕпе аслă, Вăл хаса памасăр хăвармасть; Çÿлхуçа пынă чухне çавраçил тухать, çил-тăвăл тапранать, пĕлĕт — Унăн ури тустарнă тусан.
(4) Вăл тинĕсе хушать те — тинĕс типет, çырмасем те пурте типсе-çунса выртаççĕ; Васанпа Кармил çаралса çулçă тăкать, Ливан тĕсрен шупкалса юлать.
(5) Унăн умĕнче тусем чĕтренеççĕ, сăртсем ирĕлеççĕ, Унăн сăнĕ умĕнче çĕр кисренет, тĕнче,
тĕнчере пурăнакансем пурте чĕтресе тăраççĕ.
(6) Унăн хаярлăхĕ умĕнче кам тÿссе тăрайĕ? Унăн çиллин çулăмне кам чăтайĕ? Унăн çилли вут пек сарăлать; Унăн умĕнче чул тусем арканса ишĕлеççĕ.
(7) Çÿлхуçа — ырă, Вăл — хуйхă кунĕнче тарса хăтăлмалли вырăн, Вăл Хăйне шанакансене пĕлсе тăрать.
(8) Анчах та Ниневи хулине Вăл пурне те путаракан шывпа тĕпĕ-йĕрĕпех пĕтерĕ, Унăн тăшманĕсене сĕмлĕх хупласа илĕ.
(9) Çÿлхуçана хирĕç мĕн шухăш шухăшлатăр эсир? Вăл пĕтĕмпе пĕтерсе тухĕ те, инкек тепре килмĕ вара:
(10) вĕсем, пĕр-пĕринпе йĕплĕ кÿкен пек явăнса чăлханнăскерсем, ĕçке ернĕ çынсем пек ĕçсе ÿсĕрĕлнĕскерсем, типĕ улăм пек хыпса илсе, пĕтĕмпех çунса кайĕç.
(11) Çÿлхуçана хирĕç усал шухăшлакан, усал канаш тăвакан санăн патăнтан тухнă.
(12) Çÿлхуçа акă çапла калать: вĕсем хăратмаççĕ пулсан та, вĕсем питĕ йышлă пулсан та, вĕсене касса тухĕç те, вĕсем çухалĕç; сана вара Эпĕ, йывăрлăх кăтартнă пулин те, урăх йывăрлăх кăтартмăп.
(13) Халĕ Эпĕ унăн сана тăхăнтартнă сÿсменне аркатса тăкăп, санăн тăллусене татса ывăтăп.
(14) Ассур, сан тĕлĕшрен вара Çÿлхуçа çапла татса панă: текех сан ятлă йăх пулмĕ; санăн турру çуртĕнчи йĕрĕхсемпе кĕлеткесене пĕтерсе тăкăп; унта сан валли виле шăтăкĕ хатĕрлĕп, мĕншĕн тесессĕн санран йĕрĕнĕç.
(15) Акă тусем çине ырă хыпар пĕлтерекен, тăнăçлăх çинчен пĕлтерекен ура ярса пусать! Эй Иудея, уявусене уявла, ху асăнса хунине пурăнăçла: ĕнтĕ усал çын текех сан урлă иртсе çÿреймĕ — ăна тĕппипех пĕтернĕ.
2
(1) Сана хирĕç аркатакан çĕкленет: тĕрекÿсене хуралла, çулна-йĕрне сыхла, çанна-çурăмна тĕреклентер, вăйнахăватна пух.
(2) Çÿлхуçа Иаков чапне, Израиль чапне çĕкленĕ пек, çĕнĕрен çĕклĕ, мĕншĕн тесен вĕсене хурахсем çаратрĕç, вĕсен иçĕм йывăçĕсене пĕтерсе тăкрĕç.
(3) Унăн паттăрĕсен хулканĕ хĕрлĕ; унăн çар çыннийĕсем те йăм хĕрлĕ тумпа; çапăçăва тухас кун çар ураписем вут-кăвар пек ялтăраççĕ, сăннисем хумханакан вăрман пек курăнаççĕ.
(4) Урамсем тăрăх çар ураписем ыткăнаççĕ, хулари уçă лаптăксенче кĕмсĕртетеççĕ, вĕсем вут çути пек ялтăртатаççĕ, çиçĕм пек ялкăшаççĕ.
(5) Вăл хăйĕн паттăрĕсене йыхăрать, анчах лешĕсем утнă çĕртех такăнаççĕ; хула хÿми çине васкаççĕ, анчах ăна пĕтĕмпе хупăрласа илнĕ.
(6) Çырма хапхи уçăлать те, кермен ишĕлсе анать.
(7) Çапла сăмах татнă: ăна çарамаслантарĕç те тыткăна илсе кайĕç, унăн хăрхăмĕсем кăкăрне çапаçапа кăвакарчăн евĕр йынăшĕç.
(8) Хăйне
лартнăранпах Нинсьи тулли шывлă исве пек пулнă, вĕсем вара тараççĕ. «Чарăнăр, чарăнăр!» Анчах пĕри те çаврăнса пăхмасть.
(9) Кĕмĕле çаратăр, ылтăна çаратăр! кил-çуртра тыткаламалли хаклă йышши тĕрлĕ япала иксĕле те пĕлмест.
(10) Çаратнă, пушатнă, йăлт тустарнă ăна; чĕре вăйĕ пĕтет, чĕркуççи чĕтрет; пурте пилĕксĕр пулнă, пурте сăнран ÿкнĕ.
(11) Ăçта халь арăслан шăтăкĕ, арăсланпа арăслан ами тата вĕсен çури никам хăратнине пĕлмесĕр çÿренĕ кĕтÿлĕх ăçта?
(12) хăйĕн çурисене тăрантарма çаратакан, хăйĕн амисем валли пăва-пăва пăрахакан, хăйĕн çĕр хăвăлĕсене, хăйĕн шăтăкĕсене çаратса тунă тупăшĕпе тултаракан арăслан ăçта?
(13) Акă Эпĕ — сана хирĕç! тет Саваоф Çÿлхуçа. Санăн çар ураписене тĕтĕмпе мăкăрлантарса çунтарса ярăп, санăн арăсланусен çурисем хĕç айне пулĕç, эсĕ туртса илнĕ тупăша çĕр çинчен пĕтерсе тăкăп, санăн элчÿсен сасси урăх илтĕнмĕ.
3
(1) Юн тăкакан хулана хуйхă çитрĕ! унта ултав тулнă, унта вĕçсĕр çын вĕлереççĕ; унта чарăна пĕлмесĕр хурах пусать.
(2) Пушă шартлатни, кусакан кустăрмасем тăнкăртатни илтĕнет, утсем кĕçенни, ыткăнса пыракан çар ураписем кĕмсĕртетни илтĕнсе тăрать.
(3) Утлă çар вăйкăнса пырать, хĕç çиçсе вылять, сăнăсем ялтăртатаççĕ; вĕлерни темĕн чухлĕ, купи-купипе виле: вилесен йышĕ те çук, çынсем вĕсене пыра-пыра такăнаççĕ.
(4) Çакă вăл хитре сăн-питлĕ, асамлама ăста асăх арăм нумай аскăн ĕç тунă пирки килсе тухрĕ, вăл хăйĕн аскăн ĕçĕсемпе халăхсене, асам тунипе ăрусене сутать.
(5) Акă Эпĕ — сана хирĕç! тет Саваоф Çÿлхуçа. Питне тумтирÿн аркипе хуплăп та халăхсене санăн çарамасна, патшалăхсене санăн намăсна кăтартăп.
(6) Сана ирсĕрлĕх айне тăвăп, хăвăнтан йĕрĕнсе тăмалла тăвăп, сана мăшкăла хăварăп.
(7) Вара çапла пулĕ: кирек кам та сана курсанах айккинелле чупса кайĕ те калĕ: «Ниневи çука юлчĕ! Кам хĕрхенĕ ăна? сана лăплантаракана ăçтан тупайăп?» тейĕ.
(8) Эсĕ юханшывсем хушшинче ларакан, йĕри-тавра шыв çавăрса илнĕ Но-Аммон хулинчен лайăхрах-и вара? Унăн хÿтлĕхĕ тинĕс пулнă, тинĕс уншăн хÿме вырăнне пулнă.
(9) Ăна Эфиопипе Египет та тĕреклетнĕ, ăна хÿтĕлекен халăхсем те шутсăр нумай пулнă; сана коптсемпе Ливи çыннисем те пулăшса тăнă.
(10) Анчах çав хулана та куçарса кайнă, вăл тыткăна лекнĕ; унăн пĕчĕк ачисене те пĕтĕм урам тăваткăлĕнче çапа-çапа вĕлерсе хăварнă; унăн чаплă çыннисем пирки вара шăпа сиктернĕ, аслă улпучĕсене пурне те тимĕрпе сăнчăрланă.
(11) Эсĕ те çапла пулăн — ÿсĕрĕлсе кайăн та пытанăн; эсĕ те тăшманран хăтăлма хÿтлĕх шырăн.
(12) Санăн тĕреклĕлетнĕ пĕтĕм вырăну пиçсе çитнĕ çимĕçлĕ смоква йывăçĕ евĕрлĕ: силлетĕн те ăна — çимĕçĕсем çиес теекен çыннăн çăварнех ÿкеççĕ.
(13) Халăху та санăн хăвăн хĕрарăмусем пекех: тăшманусем умĕнче сан çĕрÿн хапхисем яриех уçăлса кайĕç, сăлăпусене вут çунтарса ярĕ.
(14) Хупăрласа илнĕ вăхăта тÿсмелĕх шыв тултарса хур; хÿмÿсене тĕреклет; тухса пылчăк аш, тăм çăр, кирпĕч хĕртмешкĕн кăмакуна юса.
(15) Эсĕ лĕпĕш хурчĕ пек ĕрчесе кайсан та, хĕрлĕ шăрчăк пек ĕрчесе кайсан та, унта сана вут хыпса çăтĕ, хĕç тураса тăкĕ, сана лĕпĕш хурчĕ çинĕ пек çисе ярĕç.
(16) Санăн сутуçусем тÿпери çăлтăртан та ытларах; анчах çакă хĕрлĕ шăрчăк саланĕ те вĕçсе кайĕ.
(17) Санăн пуçлăхусем — хĕрлĕ шăрчăк пек, санăн çарпуçĕсем — сивĕ вăхăтра хушăка пытаннă ÿпре-вис кĕтĕвĕ пек: хĕвел тухсанах вĕçсе саланаççĕ, вĕсем ăçта пулнине пĕлеймĕн те вара.
(18) Эй Ассири патши, сан кĕтÿçÿсем çывăраççĕ, аслă улпутусем канаççĕ; халăху тусем тăрăх саланса пĕтнĕ, ăна пухма никам та çук.
(19) Санăн суранна эмеллеме май çук, хĕн-сурану асаплантарать сана. Сан çинчен хыпар илтнисем пурте сан инкекÿшĕн алă çупса савăнĕç, мĕншĕн тесен санăн ĕмĕрхи усаллăху кама кăна çитмен пулĕ?
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓