Марк Çырнă Таса Евангели


Марк Çырнă Таса Евангели

Тупмалли

1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16

 

Марк 1

Шыва кĕртекен Иоанн вĕрентсе калани

(1) – (3) Турă Ывăлĕ Иисус Христос çинчен пĕлтерекен Ырă Хыпар пророксем çырса хăварнă пекех пуçланать: «Акă Эпĕ Сан умăнтан Хамăн хыпарçăна яратăп, вăл Сан валли çул хатĕрлесе хурĕ». «Пуш хирте чĕнекенĕн сасси илтĕнет: „Хуçа Турă валли çул хатĕрлĕр, Вăл утас çулсене тÿрлетĕр!“»

(4) Çавăнпа та Иоанн килнĕ, вăл пуш хирте тĕне кĕртнĕ, çылăхсене каçарттармашкăн ÿкĕнсе шыва кĕме ÿкĕтленĕ.

(5) Вара ун патне пĕтĕм Иудея çĕрĕнчен те, Иерусалим хулинчен те халăх пыма пуçланă. Иоанн вĕсене çылăхĕсенчен ÿкĕнтерсе Иордан юхан шывĕнче пурне те шыва кĕртнĕ.

(6) Тăхăнасса Иоанн тĕве çăмĕнчен тунă тумтир тăхăнса, пилĕкне чĕн пиçиххи çыхса çÿренĕ. Çиессе те вăл хĕрлĕ шăрчăк тата хăвăлсенче тупкаланă пыл çисе пурăннă.

(7) Вăл çапла ÿкĕтлесе вĕрентнĕ: «Ман хыççăн манран Хăватли килет, эпĕ Унăн пушмакне пĕшкĕнсе хывма та тивĕçлĕ мар.

(8) Эпĕ сире шывпа тĕне кĕртрĕм, Вăл вара сире Святой Сывлăшпа тĕне кĕртĕ».

Иисуса шыва кĕртни

(9) Çав кунсенче Галилея çĕрĕнчи Назарет хулинчен Иоанн патне Иисус та пынă. Иоанн Ăна Иорданра шыва кĕртнĕ.

(10) Иисус шывран тухнă самантрах Иоанн тÿпе уçăлса кайнине, Святой Сывлăш кăвакарчăн пек курăнса Ун çине аннине асăрханă.

(11) Тата тÿперен çапла сасă илтĕннĕ: «Эсĕ Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ырă кăмăлăм Санра!»

Иисуса шуйттан илĕртсе тĕрĕслени

(12) Çавăн хыççăнах Сывлăш Иисуса пуш хире ертсе кайнă.

(13) Пуш хирте Ăна шуйттан хĕрĕх кун илĕртсе тĕрĕсленĕ. Иисус тискер кайăксем хушшинче пурăннă, ангелсем Уншăн ĕçлесе тăнă.

(14) Иоана тĕрмене тытса хупнă. Иисус вара Галилейăна пынă та Турă Патшалăхĕн Ырă Хыпарне ÿкĕтлесе вĕрентнĕ.

(15) Вăл çапла каласа вĕрентнĕ: «Ĕнтĕ вăхăт çитрĕ, Турă Патшалăхĕ çывхарчĕ: ÿкĕнĕр те Ырă Хыпара ĕненĕр!»

Иисусăн малтанхи вĕренекенĕсем

(16) Пĕррехинче Иисус Галилея тинĕсĕ хĕррипе иртсе пынă. Çавăн чухне Вăл тинĕсе сĕреке-тетел пăрахакан пĕртăвансене – Симонпа унăн шăллĕне Андрея – курнă. Вĕсем пулăçăсем пулнă.

(17) Иисус вĕсене çапла каланă: «Ман хыççăн пыракансем пулăр, Эпĕ сире этем чунĕсене тытакансем тăвăп».

(18) Вĕсем вара çав самантрах сĕреке-тетелĕсене хăварса Иисус хыççăн кайнă.

(19) Тепĕртак кайсан Вăл Зеведей ывăлĕсене – Иаковпа унăн шăллĕне Иоана – курнă. Вĕсем те кимĕ çинче сĕреке-тетелĕсене юсаса тăнă.

(20) Çавăнтах Иисус вĕсене Хăй хыççăн пыракансем пулма чĕннĕ. Вĕсем вара хăйсен ашшĕне Зеведея тарçисемпе пĕрле кимĕ çинче хăварса Ун хыççăн кайнă.

Усал сывлăша хăваласа кăларни

(21) Акă ĕнтĕ вĕсем Капернаум хулине çитнĕ. Унта Вăл пирвайхи шăмат кунах синагогăра вĕренте пуçланă.

(22) Çынсем Унăн вĕрентĕвĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ, мĕншĕн тесен Вăл саккун вĕрентÿçисем пек мар, Турă хăват панă пек вĕрентнĕ.

(23) Вĕсен синагогинче усал ернĕ пĕр çын пулнă, вăл кăшкăрса янă:

(24) «Эй, Назарет Иисусĕ! Санăн пирĕнпе мĕн ĕç пур ара? Эсĕ пире пĕтерме килнĕ! Эсĕ камне эпĕ пĕлетĕп. Эсĕ – Туррăн Святойĕ!»jesuscastingoutuncleanspiritdemonsyna

(25) «Чарăн! – çирĕппĕн хушнă Иисус. – Тух ун ăшĕнчен!»

(26) Вара усал сывлăш çынна чĕтретсе пăрахса, хыттăн кăшкăрса ун ăшĕнчен тухнă.

(27) Пурте хăраса-тĕлĕнсе кайса пĕр-пĕринчен çапла ыйтнă: «Мĕн пулчĕ ку? Мĕнле çĕнĕ вĕрентÿ ку? Вăл усал сывлăшсене те Хăйĕн вăй-хăвачĕпе хушать, лешсем Ăна пăхăнаççĕ».

(28) Часах пĕтĕм Галилея тăрăхĕнче Ун çинчен хыпар сарăлнă.

Иисус нумай çынна чиртен сыватни

(29) Çавăн хыççăн тÿрех Иисус синагогăран тухнă та Иаковпа тата Иоанпа пĕрле Симонпа Андрей килне пынă.

(30) Симонăн хунямăшĕ сив чирпе выртнă пулнă. Çийĕнчех ун пирки Иисуса каласа панă.

(31) Иисус ун патне пынă та аллинчен тытса çĕклесе тăратнă. Хĕрарăмăн чирĕ çавăнтах иртсе кайнă, вара вăл вĕсене хăналама пуçланă.

(32) Хĕвел ансан, каç пуласпа, Иисус патне чирлисемпе усал ернисене пурне те иле-иле пынă.

(33) Пĕтĕм хулипех алăк умне пуçтарăннă.

(34) Чылайăшне Вăл чир-чĕртен сыватнă, усал сывлăшсене те нумай хăваласа кăларнă. Усалсене Вăл Хăй Христос пулнине пĕлни çинчен калама чарнă.

Иисус Галилейăра вĕрентни

(35) Ирхине вара Иисус ирех тăрса тухнă та çын çук вырăна кĕлтума кайнă.

(36) Çапах та Симон тата унпа пĕрле пулнисем Ун хыççăн васканă.

(37) «Сана пурте шыраççĕ», – тенĕ вĕсем Иисуса тупсан.

(38) «Манăн çывăхри ялсемпе хуласенче те ÿкĕтлесе вĕрентмелле, атьăр унта каяр, мĕншĕн тесен Эпĕ тĕнчене вĕрентме килнĕ», – тенĕ Иисус вĕсене.

(39) Вара Вăл пĕтĕм Галилея тăрăх çÿресе унти синагогăсенче ÿкĕтлесе вĕрентнĕ тата усал сывлăшсене хăваласа кăларнă.

Иисус юхан-суранлă çынна сыватни

(40) Пĕррехинче Ун патне юхан-суранлă çын пынă та чĕркуçленсе ларса Ăна йăлăннă: «Сыватас тесессĕн, Эсĕ мана сыватма пултаратăнах».

(41) Иисус, хĕрхенсе, аллине тăснă та ăна сĕртĕнсе çапла каланă: «Чиртен тасатас тетĕп, сывал».

(42) Çакна каласанах ун çинчи юхан-суран пĕтнĕ, ÿчĕ тап-таса пулса тăнă.

(43) Иисус ун çине çирĕппĕн пăхнă та ăна çав самантрах кайма хушнă.

(44) «Асту, никама та ним те ан кала, – тенĕ ăна Иисус. – Хăвна священника кайса кăтарт та ху тасалнăшăн Моисей Турра кÿме хушнă парнене кÿр. Çакă ху сывалнине пĕлтерни пулать те ĕнтĕ».

(45) Анчах та лешĕ, кайнă-кайманах, мĕн пулса иртни çинчен пурне те пĕлтерсе, каласа çÿреме пуçланă. Иисусăн вара хулана куçкĕретĕнех кĕресси пĕтнĕ, Вăл хула тулашĕнче, ялсăр вырăнсенче çÿренĕ. Ун патне халăх пур çĕртен те пырсах тăнă.

Марк 2

Паралич çапнă çынна сыватни

(1) Иисус каллех Капернаума пырсан темиçе кунранах Вăл килне тавăрăнни çинчен хыпар сарăлнă.

(2) Нумаях та вăхăт иртмен, алăк патĕнче те вырăн юлмиех халăх пуçтарăннă. Иисус çынсене Турă сăмахне вĕрентнĕ.

(3) Çавăн чухне тăваттăн Ун патне паралич çапнă çынна çĕклесе пынă.

(4) Халăх йышлă пулнăран вĕсем Иисус патне çывхарайман. Вара вĕсем, çурт виттине пĕр çĕртен сирсе, паралич çапнă çынна выртнă вырăнĕпех Иисус тĕлне антарнă.

(5) Иисус вĕсен ĕненĕвне курса паралич çапнă çынна çапла каланă: «Ачам, санăн çылăхусем каçарăнчĕç».

(6) Çавăнта темиçе саккун вĕрентÿçи ларнă, вĕсем хăйсен ăшĕнче шухăшланă:

(7) «Ку мĕн капла Турра хурлать? Пĕртен-пĕр Турăсăр пуçне çылăх каçарма кам пултартăр?»

(8) Иисус Хăйĕн чун-чĕмĕпе вĕсен ăшри шухăшĕсене çав самантрах пĕлсе çапла каланă: «Мĕншĕн эсир хăвăр ăшăрта апла шухăшлатăр?

(9) Паралич çапнă çынна мĕн калама çăмăлтарах? „Санăн çылăхусем каçарăнчĕç“ теме-и е: „Тăр, вырăнна ил те утса çÿре“ теме?

(10) Анчах та Этем Ывăлĕн çĕр çинче çылăх каçарма та ирĕк пуррине сире пĕлтерессĕм килет». Çавна пĕлтерес тесе Вăл паралич çапнă çынна каланă:

(11) «Сана калатăп: тăр та сарнă вырăнна илсе киле кай».

(12) Лешĕ çав самантрах тăнă та, вырăнне илсе, пурин умĕнчех тухса кайнă. Вара пурте шалтах тĕлĕнсе тата Турра мухтаса: «Кунашкаллине эпир нихăçан та курманччĕ», – тенĕ.

Иисус Левие чĕнни

(13) Иисус каллех тинĕс хĕррине кайнă. Пĕтĕм халăх Ун тавра пуçтарăннă, Вăл халăха вĕрентнĕ.

(14) Иртсе пынă чухне Вăл Алфей ывăлне Левие, налук пухмалли çуртра лараканскере, курнă. «Ман хыçăмран пыракан пул», – тенĕ ăна Иисус. Лешĕ тăнă та Ун хыçĕнчен кайнă.

(15) Пĕррехинче Иисуспа вĕренекенĕсем Левий килĕнче хăналаннă. Вĕсемпе пĕрле тата налук пухакансемпе çылăхлă çынсем те нумаййăн апатланнă, вĕсем Ун хыçĕнчен яланах йышлăн çÿренĕ.

(16) Иисус налук пухакансемпе тата çылăхлă çынсемпе пĕрле апат çинине курсан фарисейсен саккун вĕрентÿçисем Унăн вĕренекенĕсене çапла каланă: «Епле-ха Вăл налук пухакансемпе, çылăхлă çынсемпе пĕрле ĕçсе çиет?»

(17) Çакна илтсен Иисус вĕсене: «Тухтăр сыввисене мар, чирлисене кирлĕ. Эпĕ тÿрĕ пурăнакансене мар, çылăхлисене ÿкĕнме чĕнмешкĕн килнĕ», – тенĕ.

Типĕ тытасси çинчен ыйтни

(18) Иоанн вĕренекенĕсемпе фарисейсен вĕренекенĕсем типĕ тытнă. Вĕсем Иисус патне пынă та çапла каланă: «Иоанн вĕренекенĕсем те, фарисейсен вĕренекенĕсем те типĕ тытаççĕ, Санăн вĕренекенÿсем мĕншĕн типĕ тытмаççĕ?»

(19) Иисус вĕсене çапла каланă: «Туй ачисем кĕрÿ каччă хăйсемпе пĕрле чухне типĕ тытĕç-и? Çук, кĕрÿ каччă хăйсемпе чухне вĕсем типĕ тытма пултараймĕç.

(20) Акă кĕрÿ каччăна вĕсенчен туртса илес кунсем çитĕç, çав кунсенче вара вĕсем типĕ тытĕç.

(21) Никам та кивĕ тумтир çине çĕнĕ пир саплăк лартмасть. Апла тусан çĕнĕ саплăкĕ кивĕ пирне тăпăлтарса кăларĕ, çĕтĕкĕ вара татах пысăкланĕ.

(22) Тин тунă хĕрлĕ эрехе те кивĕ сăран хутаçа никам та тултармасть. Апла тусан çĕнĕ эрех кивĕ сăран хутаçа çурса ярĕ те, эрехĕ те юхса тухĕ, хутаçĕ те сая кайĕ. Тин тунă хĕрлĕ эрехе çĕнĕ сăран хутаçа ямалла».

Христос тата шăмат кун

(23) Пĕррехинче шăмат кун Иисусăн тырă пуссипе иртсе пымалла пулнă. Унăн вĕренекенĕсем çула май пучахсене тата-тата илнĕ.

(24) Иисуса фарисейсем çапла каланă: «Пăх-ха, мĕн хăтланаççĕ вĕсем шăмат кун! Тума юраманнине тăваççĕ».

(25) Иисус вĕсене тавăрса каланă: «Пĕррехинче Давид хăй тата унпа пĕрле пулнисем выçăпа аптăраса çитсен, вăл мĕн тунине нихăçан та вуламан-им эсир?

(26) Епле вăл, Авиафар аслă священникра ларнă чухне, кĕлĕ çуртне кĕрсе Турра халалланă çăкăрсене çинĕ, çав çăкăрсене хăйпе пĕрле пулнисене те панă. Вĕсене священниксемсĕр пуçне никамăн та çиме юраман вĕт-ха».

(27) Унтан вĕсене çапла каланă: «Этеме шăмат куншăн туман, шăмат куна этемшĕн тунă;

(28) çавăнпа та Этем Ывăлĕ – шăмат кун хуçи те».

Марк 3

Алли типнĕ çынна сыватни

(1) Иисус каллех синагогăна пынă; унта алли типнĕ çын пулнă.

(2) Иисуса айăплама сăлтав тупас шутпа, çак çынна Вăл шăмат кун сыватмĕ-и тесе, хăшĕ-пĕрисем Ăна сăнаса тăнă.

(3) Иисус алли типнĕ çынна çапла каланă: «Маларах тух-ха».

(4) Лешсене вара каланă: «Шмат кун ырă тумалла-и е усал тумалла? Чуна çăлмалла-и е пĕтермелле?» Пĕри те хирĕç чĕнмен.

(5) Иисус, вĕсем хытă чунлă пулнăран кулянса, вĕсене çилĕллĕн пăхса çавăрăннă та çав çынна каланă: «Аллуна тăс-ха». Лешĕ тăснă та, алли тÿрленсе тепри пекех пулса тăнă.

(6) Фарисейсем вара унтан тухсан тÿрех Ирод майлă çынсен ушкăнĕпе пĕрле Иисуса епле вĕлерес-ши тесе Ăна хирĕç кавар тунă.

Тинĕс хĕрринче

(7) –

(8) Иисус вара Хăйĕн вĕренекенĕсемпе тинĕс хĕррине кайнă. Ун хыççăн Галилейăра, Иудейăра, Иерусалимра, Идумейăра тата Иордан леш енче пурăнакан темĕн чухлĕ халăх пынă. Иисусăн ĕçĕсем пирки сăмах сарăлнăран унта Тирпа Сидон таврашĕнчи çынсем те йышлăн пуçтарăннă.

(9) –

(10) Иисус чылайăшне сыватнă. Ăна сĕртĕнесчĕ тесе чирлисем Ун патне талпăннă. Хăй тавра халăх кĕпĕрленсе тулнăран Иисус вĕренекенĕсене Хăй валли кимĕ хатĕрлеме хушнă.

(11) Иисуса курсан усал сывлăшсем Ун умне ÿксе: «Эсĕ – Турă Ывăлĕ!» – тесе кăшкăрнă.

(12) Иисус вара вĕсене Хăй çинчен пĕлтерме хыттăнах чарнă.

Вун икĕ апостола суйласа илни

(13) Унтан Иисус ту çине улăхнă та Хăй чĕнес тенĕ вĕренекенĕсене чĕннĕ; лешсем Ун патне пынă.

(14) –

(15) Вĕсенчен вун иккĕшне Иисус Хăйпе пĕрле пулмашкăн, вĕрентме ямашкăн, чиртен сыватмашкăн тата усалсене хăваласа кăлармашкăн хăват илччĕр тесе суйласа лартнă.

(16) Вăл çаксене суйласа илнĕ: Симон – Иисус ăна Петр тесе ят панă;

(17) Зеведей ывăлĕсем Иаковпа унăн шăллĕ Иоанн – Иисус вĕсене Воанергес тесе ят панă, ку «аслати ачисем» тени пулать;

(18) Андрей, Филипп, Варфоломей, Матфей, Фома, Алфей ывăлĕ Иаков, Фаддей, Симон Кананит

(19) тата Иуда Искариот. Çакă вара Ăна сутаканни пулнă.

Усалсене Иисус мĕнле хăватпа хăваласа кăларать

(20) Иисуспа вĕренекенĕсем пĕр çурта кĕнĕ. Каллех халăх нумай пуçтарăннă пирки вĕсен апат çиме те май пулман.

(21) Иисусăн с-пуçĕ йĕркеллех мар тенине илтсен тăванĕсем Ăна илме пынă.

(22) Унăн ăшĕнче – Веельзевул, Иисус усал сывлăшсене усалсен пуçлăхĕн хăвачĕпе хăваласа кăларать тесе калаçнă Иерусалимран пынă саккун вĕрентÿçисем те.

(23) Иисус вĕсене аяккарах чĕнсе илнĕ те ытарлăн çапла каланă: «Епле-ха шуйттан шуйттана хăваласа кăлартăр?

(24) Хирĕçсе-пайланса кайсан патшалăх тытăнса тăраймасть,

(25) кил-йыш та хирĕçсе-пайланса кайсан арканать.

(26) Шуйттан та, хăйпе хăй хирĕçсен, пайланса кайсан, тытăнса тăраймасть; унăн пĕтес вăхăчĕ çитнĕ пулать вара.

(27) Вăйлă çыннăн çуртне кĕрсен, малтанах вăйлăскерне çыхса пăрахмасăр, никам та унăн япалисене çаратаймĕ, çыхса пăрахсан тин унăн çуртне çаратайĕ.

(28) Чăн калатăп сире, этем ывăлĕсен кирек епле çылăхĕсем те, кирек епле хурласа калаçнисем те каçарăнĕç.

(29) Анчах та кам Святой Сывлăша хурлать, ăна ĕмĕрне те каçару пулмĕ. Çав çын ĕмĕрлĕхех айăплă пулма тивĕçлĕ».

(30) Унăн ăшĕнче усал сывлăш ларать тенĕрен Вăл çапла каланă пулнă.

Иисус Христос Амăшĕпе тăванĕсем

(31) Иисусăн Амăшĕпе тăванĕсем Ун патне пынă та, хăйсем пÿрте кĕмен, Ăна чĕнсе тухма ыйтнă.

(32) Иисус тавра халăх ларнă. «Сана тулта Аннÿпе тăванусем чĕнеççĕ», – тенĕ Ăна çавăн чухне.

(33) «Кам Манăн Аннем? Камсем Манăн тăванăмсем?» – тавăрнă вĕсене Иисус.

(34) Унтан, Хăй тавра ларакансене пăхса çавăрăнса, çапла каланă: «Акă Манăн аннемпе тăванăмсем.

(35) Мĕншĕн тесен кам Турă ирĕкне пурнăçласа пурăнать, çав Манăн тăванăм та, аннем те пулать».

Марк 4

Акаçă çинчен каланă ытарлăх

(1) Иисус каллех тинĕс хĕрринче вĕрентме пуçланă. Ун патне темĕн чухлĕ халăх пухăннă, çавăнпа Унăн кимĕ çине ларма тивнĕ. Вăл тинĕс хĕрринчи кимĕ çинче пулнă, мĕн пур халăх вара çыран хĕрринче тăнă.

(2) Иисус вĕсене ытарлăн каласа нумай вĕрентнĕ, вĕсене ÿкĕтлесе çапла каланă:

(3) «Ĕнтĕ итлĕр. Пĕр акаçă акана тухнă.

(4) Хайхи акнă чухне хăш пĕрчисем çул хĕррине ÿкнĕ, кайăксем вĕçсе пынă та çав пĕрчĕсене сăхса пĕтернĕ.

(5) Хăшĕ чуллă, сахал тăпраллă çĕре ÿкнĕ, тăпри ăшăх пулнăран калча часах шăтса тухнă.

(6) Анчах та хĕвел тухсанах ăна ĕнтсе янă, тымар ярайман калча вара типсе ларнă.

(7) Хăшĕ пиçенлĕ вырăна ÿкнĕ, пиçен çитĕнсе кайнă та калчана пусса лартнă, вара калча пучах кăларайман.

(8) Хăшĕ тата пулăхлă çĕр çине ÿкнĕ те шăтса тухса пучах кăларнă: пĕр пĕрчĕрен вăтăр пĕрчĕ, тепри утмăл пĕрчĕ, тата тепри çĕр пĕрчĕ пултарнă.

(9) Илтме хăлха пурри илттĕр!» – тенĕ Иисус вĕсене.

Ытарлăн калани çинчен

(10) Халăх салансан, унта юлнă çынсем тата вун икĕ вĕренекенĕ Унран ытарлăн калани çинчен ыйтнă.

(11) –

(12) Вара Иисус вĕсене çапла каланă: «Сире Турă Патшалăхĕн вăрттăнлăхĕсене пĕлме тивĕç панă. Ыттисене вара, тивĕçлĕ маррисене, Эпĕ йăлтах ытарлăн калатăп, ĕнтĕ вĕсем куçĕпе пăхсан та курмаççĕ, хăлхипе илтсен те ăнланмаççĕ, çавăнпа та, çылăхĕсене каçарттарас тесе, Турă енне çавăрăнмаççĕ».

Акаçă çинчен каланă ытарлăха ăнлантарни

(13) «Çак ытарлăха та ăнланмастăр-и? – тенĕ вĕсене Иисус. – Ыттисене вара епле ăнланса илĕр?

(14) Акаçă Турă сăмахĕ акать.

(15) Çул хĕррине ÿкни çакна пĕлтерет: хăш-пĕрисем вĕрентнĕ сăмаха итлеççĕ, анчах та илтсенех вĕсем патне шуйттан пырать те вĕсен чун-чĕрине акнине вăрласа каять.

(16) Çавнашкалах чуллă çĕре ÿкни те Турă сăмахне илтсе ăна тÿрех хавасланса йышăнакансене пĕлтерет,

(17) анчах та вĕсем питĕ иккĕленчĕк, чун-чĕрисем тымарсăр. Каярахпа, сăмахшăн хĕн кăтартма е хĕсĕрлеме тытăнсан, вĕсем тÿрех ĕненÿрен пăрăнаççĕ.

(18) Пиçенлĕ вырăна ÿкни те Турă сăмахне илтекен çынсенех пĕлтерет,

(19) анчах та ку тĕнчери хĕвĕшÿ, пуянлăх илĕртĕвĕпе ытти илĕртÿсем вĕсен чунне тулса сăмаха пусса лартаççĕ те, сăмах вара тĕшĕсĕр пулать.

(20) Пулăхлă çĕр çине ÿкни Турă сăмахне илтсе çав сăмаха хапăл тăвакансене пĕлтерет, вĕсен чĕринчи сăмах тĕшĕ кăларать. Çапла вара, пĕринчен вăтăр пĕрчĕ, тепринчен утмăл пĕрчĕ, тата тепринчен çĕр пĕрчĕ пулать».

Çутаткăçпа виçе çинчен каланă ытарлăх

(21) Унтан Иисус вĕсене çапла каланă: «Çутаткăçа чÿлмекпе хуплама е кравать айне лартма илсе пыраççĕ-им? Ăна çутаткăç лартмалли çине вырнаçтармаççĕ-им?

(22) Вăрттăнни те паллă пулатех, пытарса хăварни те çиеле тухатех.

(23) Илтме хăлха пурри илттĕр!»

(24) Тата вĕсене каланă: «Ман сăмахăма тимлĕн итлĕр. Мĕнле виçепе виçетĕр, хăвăра та çав виçепех виçсе парĕç. Сире, сăмахăма итлекенсене, ытларах та хушса парĕç.

(25) Камăн пур, ăна татах парĕç. Камăн çук, унăнне пур пеккине те туртса илĕç».

Вăрлăх çинчен каланă ытарлăх

(26) «Турă Патшалăхĕ çакăн евĕрлĕ, – тенĕ тата Иисус. – Çын çĕре вăрлăх акать.

(27) Кайран вăл каçсерен çывăрать, ирсерен тăрать. Çав хушăра вăрлăх шăтса ÿсет, хайхи çын ку епле пулнине те пĕлмест.

(28) Çĕр хăй тĕллĕнех çимĕç парать: малтан калча ÿстерет, унтан пучах кăларттарать, кайран пучаха тултарать.

(29) Пулса çитнĕ пучах часрах çурла тыттарать, мĕншĕн тесен вырма вăхăчĕ çитнĕ».

Сарă пăрăç вăрри çинчен каланă ытарлăх

(30) «Турă Патшалăхне тата мĕнпе танлаштарар-ши? Ăна мĕнле ытарлăхпа сăнарлама май пур-ши? – тенĕ Иисус.

(31) – Вăл – сарă пăрăç вăрри евĕрлĕ теме пулать. Акнă чухне çав пĕрчĕ çĕр çинчи вăрăсенчен чи пĕчĕкки.

(32) Аксассăн шăтса тухать те мĕн пур пахча çимĕçсенчен те çÿллĕ пулать. Унăн парка турачĕсен сулхăнĕнче вара вĕçен кайăксем те йăва çавăрма пултараççĕ».

(33) Çынсем тавçăрса илме пултарнă таран Иисус вĕсене Турă сăмахне çакнашкал нумай ытарлăхпа вĕрентнĕ.

(34) Çынсемпе Вăл ытарлă кăна калаçнă, вĕренекенĕсене вара куçа-куçăн чухне пĕтĕмпех ăнлантарса панă.

Çил-тăвăла чарни

(35) Каç пулса килнĕ чухне Иисус вĕренекенĕсене каланă: «Тинĕс тепĕр енне каçар-ха».

(36) Вара вĕренекенĕсем, халăхпа сывпуллашсан, Иисуса ларнă киммипех хăйсемпе пĕрле илсе кайнă. Унтах ытти кимĕсем те пулнă.

(37) Çавăн чухне вăйлă çил-тăвăл тухнă, вара хум çапнипе кимме шыв тула пуçланă.

(38) Иисус киммĕн хыçалти пайĕнче пуçелĕк хурсах çывăрнă пулнă. Ăна вăратса çапла каланă: «Вĕрентекен! Эпир пĕтсен те Сана пурпĕрех-им?»

(39) Иисус тăнă та çиле чарăнма хушнă, тинĕсе: «Чарăн, ан шавла», – тенĕ. Вара çил лăпланнă та, çанталăк шăпах пулнă.

(40) «Мĕншĕн эсир çав тери хăравçă? Нивушлĕ сирĕн ĕненĕвĕр çук?» – тенĕ Иисус вĕсене.

(41) Питĕ хăраса кайнипе вĕсем пĕр-пĕрне çапла каланă: «Кам-ши Ку? Ăна çил те, тинĕс те пăхăнать».

Марк 5

Усал ернĕ çынна сыватни

(1) Иисуспа вĕренекенĕсем тинĕс леш енчи Гадара çĕрне çитсе чарăннă.

(2) Иисус кимĕ çинчен ансанах Ăна çĕр хăвăлĕнчи тупăклăхран тухнă усал ернĕ пĕр çын тĕл пулнă.

(3) Вăл çĕр хăвăлĕнчи тупăклăхсенче пурăннă, ăна никам та сăнчăрласа та чарайман.

(4) Çынсем темиçе хут та унăн алли-урине сăнчăрласа-тимĕрлесе пăхнă, анчах вăл сăнчăрĕсене тата-тата пăрахнă, тимĕрĕсене ватнă. Ăна никам та лăплантарма пултарайман.

(5) Çав çын яланах, кунĕн-çĕрĕн сăртсем çинче тата çĕр хăвăлĕсенчи тупăклăхра кăшкăрашса, хăйне-хăй чулпа çапса сусăрлатса çÿренĕ.

(6) Вăл, Иисуса инçетренех асăрхаса, Ун патне чупса пынă та чĕркуçленсех пуççапнă.

(7) «Эй, Çÿлти Турă Ывăлĕ Иисус! – тесе хыттăн кăшкăрнă вăл. – Санăн манпа мĕн ĕç пур? Турă ячĕпе Сана тархаслатăп, ан асаплантар мана».

(8) Мĕншĕн тесен Иисус ăна: «Усал сывлăш, тух çак çын ăшĕнчен», – тенĕ пулнă.

(9) «Эсĕ мĕн ятлă?» – тесе ыйтнă унран Иисус. «Эпир нумаййăн, çавăнпа та эпĕ „пулккипех“ ятлă», – тенĕ Ăна лешĕ.

(10) Унтан хăйсене çав тăрăхран хăваласа ан ятăр тесе вĕсем Иисуса йăлăнсах тархасланă.

(11) Çавăнтах, ту патĕнче, пĕр пысăк сысна кĕтĕвĕ çÿренĕ.

(12) Усалсем пурте Иисуса: «Пире çав сыснасен ăшне кĕме ярсам», – тесе йăлăннă.

(13) Иисус çавăнтах вĕсене ирĕк панă. Вара усал сывлăшсем, тухса, сыснасем ăшне кĕнĕ. Унтан сысна кĕтĕвĕ чăнкă çырантан тинĕсе сикнĕ, пурте путса вилнĕ. Кĕтÿре икĕ пине яхăн сысна пулнă.

(14) Сысна пăхакансем вара хуланалла чупнă та çавăн çинчен хулара тата таврари ялсенче кала-кала кăтартнă. Халăх мĕн пулнине курма тухнă.

(15) Хайхисем Иисус патне пынă та акă мĕн курнă: çав çын, пулккипе усал ернĕскер, тумланса ларнă та чипер ăс-тăнпах ларать. Çакна курсан вĕсем хăрасах кайнă.

(16) Куçăн курнисем вĕсене усал ернĕ çынпа мĕн пулса иртнине те, сыснасем çинчен те каласа кăтартнă.

(17) Вара халăх Иисуса хăйсен çĕрĕ-шывĕнчен кайма тархасла пуçланă.

(18) Иисус кимĕ çине ларнă чухне хайхи усал ернипе асапланнă çын хăйне те пĕрле илме йăлăннă.

(19) Анчах та Иисус ăна пĕрле илмен. «Эсĕ киле кай та Хуçа Турă хăвăншăн мĕн тунине, епле хĕрхеннине тăванусене каласа кăтарт», – тесе кăна хушса хăварнă.

(20) Унтан çав çын Вунхула çĕрне кайнă та Иисус ăна мĕн туни çинчен каласа çÿреме пуçланă. Вара пурте тĕлĕннĕ.

Иаир хĕрне чĕртни тата юн каякан хĕрарăма сыватни

(21) Иисус тинĕс леш енчен кимĕпе каялла тавăрăннă. Хăй патне халăх йышлă пухăннăран Вăл пĕр вăхăт тинĕс хĕрринчех пулнă.

(22) –

(23) Çавăнта синагога пуçлăхĕсенчен пĕри, Иаир ятлăскер, пынă. Иисуса курсанах, Ун ури умне ÿксе, вăл питĕ хытă тархасла пуçланă: «Хĕрĕм вилесле выртать, пырсамччĕ, сывалса чĕрĕ юлтăр тесе ун çине аллуна хурсамччĕ».

(24) Вара Иисус унпа пĕрле кайнă. Ун хыççăн халăх йышлăн кĕпĕрленсе пынă.

(25) Çавăнта юн кайнипе вун икĕ çул асапланакан пĕр хĕрарăм пулнă.

(26) Вăл тĕрлĕ тухтăрсем патне çÿресе нумай нуша курнă, пĕтĕм укçи-тенкине пĕтернĕ, анчах ним усси те пулман, унăн сывлăхĕ пушшех япăхланса пынă.

(27) –

(28) Çав хĕрарăм Иисус çинчен илтсе пĕлнĕ. «Унăн тумтирне те пулин сĕртĕнсен сывалăттăм», – тесе шухăшланă вăл. Вара хайхискер халăх хушшипе хыçалтан пынă та Унăн тумтирне сĕртĕннĕ.

(29) Çавăнтах хĕрарăмăн юн кайма пăрахнă, чир-чĕртен сывалнине вăл пĕтĕм ÿт-пĕвĕпе туйса илнĕ.

(30) Иисус, Хăйĕнчен хăват тухнине чунĕпе çав самантрах сиссе, халăха пăхса çавăрăннă та: «Тумтирĕме кам сĕртĕнчĕ?» – тенĕ.

(31) Вара вĕренекенĕсем Ăна çапла каланă: «Хăвăн тавра халăх кĕпĕрленнине курса тăнă çĕртех епле-ха Эсĕ: „Тумтирĕме кам сĕртĕнчĕ?“ – тетĕн».

(32) Анчах та Иисус, Хăйне кам сĕртĕннине курас тесе, çаплипех йĕри-тавралла пăхкаланă.

(33) Хăранипе чĕтреме ернĕ хĕрарăм вара, хăйпе мĕн пулса иртнине пĕлекенскер, Иисус патне пынă та Ун умне ÿксе тĕрĕссине каласа панă.

(34) «Хĕрĕм! Ĕненĕвÿ çăлчĕ сана. Канăçлă каях, чирÿнтен сывал!» – тенĕ вара ăна Иисус.

(35) Иисус çак сăмахсене каланă вăхăтрах синагога пуçлăхĕн килĕнчен пынă та çапла каланă: «Хĕрÿ вилсе кайрĕ ĕнтĕ. Вĕрентекене мĕншĕн чăрмантаратăн тата?»

(36) Анчах та Иисус, çак сăмахсене илтсенех, синагога пуçлăхне: «Ан хăра, ĕнен кăна», – тенĕ.

(37) Вара Вăл Петрпа Иаковсăр пуçне, Иаков шăллĕ Иоансăр пуçне Хăй хыççăн никама та пыма хушман.

(38) Иисус синагога пуçлăхĕн килне çитнĕ те аптăраса кайнă çынсене курнă, хÿхлесе хыттăн йĕнине илтнĕ.

(39) «Мĕншĕн каплах кулянса йĕретĕр? – тенĕ Вăл пÿрте кĕрсенех. – Хĕр ача вилмен, çывăрать кăна».

(40) Çынсем Иисусран кулма пуçланă. Анчах та Вăл ыттисене пÿртрен тухма хушнă та хĕрĕн ашшĕ-амăшĕпе тата Хăйпе пулнисемпе пĕрле хĕр ача выртакан пÿлĕме кĕнĕ.

(41) Унтан хĕр ачана аллинчен тытнă та: «Талифа куми!» – тенĕ. Ку: «Хĕрĕм, сана калатăп, тăр!» – тенине пĕлтерет.

(42) Хĕр ача – вăл ĕнтĕ вун икĕ çулсенче пулнă – вара тÿрех тăнă та утма пуçланă. Çакна курсан пурте тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ.

(43) Çак ĕç пирки никам та ан пĕлтĕр тесе Иисус вĕсене çирĕппĕн каласах чарнă. Вара хĕре çимелли пама хушнă.

Марк 6

Назарет çыннисем Иисуса ĕненменни

(1) Унтан Иисус çав вырăнтан Хăй ÿснĕ хулана тавăрăннă. Унпа пĕрле вĕренекенĕсем те пынă.

(2) Шăмат кун çитсен Вăл синагогăра вĕрентме пуçланă. Итлекенсенчен чылайăшĕ тĕлĕннипе çапла каланă: «Кунашкал пĕлÿ ăçтан тухать-ха Унăн? Мĕнлескер-ши вăл, Ăна панă ăслăлăх? Çавнашкал хăватсене тума епле пултарать-ши Вăл?

(3) Платник çеç мар-им вара Вăл? Вăл Мария ывăлĕ, Иаковпа Иосийăн, Иудăпа Симонăн тăванĕ кăна-иç! Унăн аппăшĕсем те кунтах, хамăр хушшăмăртах мар-им вара?» Çапла вĕсем Унăн сăмахĕсене ĕненесшĕн пулман.

(4) Иисус вара вĕсене каланă: «Хисеплемен пророк пулмасть, хисеп тумасан та ăна тăван çĕр-шывĕнче тата тăван халăхĕ хушшинче, хăй килĕнче кăна хисеп тумаççĕ».

(5) Вăл унта нимĕнле хăват та кăтартман, хăш-пĕр чирлĕ çынсене кăна аллине хурса сыватнă.

(6) Вĕсен ĕненменлĕхĕнчен Иисус питĕ тĕлĕннĕ. Унтан вара таврари ялсенче вĕрентсе çÿренĕ.

Иисус вун икĕ апостолне вĕрентсе çÿреме ярать

(7) Иисус Вун иккĕшне чĕнсе илнĕ. Вара вĕсене, усал сывлăшсене пăхăнтарма хăват парса, икшерĕн-икшерĕн вĕрентме янă.

(8) Иисус вĕсене çул çине туясăр пуçне нимĕн те: хутаç та, çăкăр та, вак укçа та – илме хушман,

(9) чаплă пушмак тăхăнма та, тепĕр кĕпе илме те каламан.

(10) –

(11) «Сире хăш çуртра хапăл туса йышăнаççĕ, çав çуртра вăл вырăнтан кайма вăхăтăр çитичченех пурăнăр, – тенĕ Иисус вĕсене. – Кам та пулин сире хапăл тумасан, сăмахăра та итлемесен, унтан тухса кайнă чухне эсир, вĕсене асăрхаттарнине пĕлтерсе, пушмак çумĕнчи тусана та силлесех хăварăр. Чăн калатăп сире: суд кунĕнче Содомпа Гоморра хулисене çав хуларан çăмăлтарах пулĕ».

(12) Вĕсем вара кайнă та çылăхран ÿкĕнме вĕрентсе çÿренĕ;

(13) нумай-нумай усал сывлăш хăваласа кăларнă, чылай чирлĕ çынна çу сĕрсе сыватнă.

Шыва кĕртекен Иоанн вилĕмĕ

(14) Çав вăхăтра Иисус ячĕ тавраллах сарăлнă. Ирод патша Ун çинчен илтсен çапла каланă: «Ку – вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă Шыва кĕртекен Иоанн, çавăнпа вăл хăватсем кăтартать те».

(15) Хăшĕсем тата: «Вăл Илия пророк», – тенĕ. «Вăл авалхи пророксем евĕрлĕ пророк», – тенĕ тата теприсем.

(16) Ирод вара, çакнашкал калаçусене илтсен: «Ку çын – эпĕ пуçне кастарнă Шыва кĕртекен Иоанн, вăл вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă», – тенĕ.

(17) –

(18) Ирод хăйĕн пиччĕшĕн Филипăн арăмне, Иродиадăна, качча илнĕ пулнă. Çав хĕрарăма пула вăл Иоана тыттарса тĕрмене хупса лартнă пулнă. Мĕншĕн тесен Иоанн ăна: «Санăн инкÿпе пурăнма юрамасть», – тесе ÿпкеленĕ.

(19) Иродиада вара, Иоана çилленсе, ăна вĕлерттересшĕн пулнă, анчах пултарайман,

(20) мĕншĕн тесен Ирод Иоанран хăранă. Иоанн тÿрĕ, сăваплă çын иккенне пĕлсе Ирод ăна кÿрентерме паман, хăйĕн ĕçĕсене те нумайăшне Иоанн каланă пек тунă, унăн сăмахĕсене кăмăлласах итленĕ.

(21) Иродиадăн кĕтнĕ кунĕ аранах çитнĕ. Ирод хăйĕн çуралнă кунне уявлама улпут таврашĕсене, пинпÿсене тата Галилейăри ятлă-сумлă çынсене чĕнсе ĕçкĕ-çикĕ тунă.

(22) –

(23) Çавăн чухне Иродиада хĕрĕ кĕнĕ те хăнасене ташласа савăнтарнă. Унăн ташши Иродпа хăнисене питĕ килĕшсе кайнă. Ирод вара хĕре: «Манран мĕн ыйтассу килет, çавна ыйт. Эпĕ сана кирек мĕн ыйтсан та парăп, çур патшалăхăма та пама хатĕр», – тесе тупа тунă.

(24) Хĕр амăшĕ патне тухнă та: «Мĕн ыйтам-ши?» – тенĕ. «Шыва кĕртекен Иоанн пуçне ыйт», – тенĕ амăшĕ.

(25) Хĕрĕ çавăнтах патша патне васкаса кĕнĕ. «Шыва кĕртекен Иоанн пуçне тирĕк çине хурса халех илсе килсе пар мана», – тенĕ вăл.

(26) Патша салхуланнă, анчах хăнисем умĕнче тупа тунăран мĕн ыйтнине пама пулнă.

(27) Вара патша çав самантрах, Иоанн пуçне илсе килме хушса, пĕр салтакне тĕрмене янă.

(28) Салтакĕ тĕрмене кайнă та Иоанн пуçне касса, тирĕк çине хурса хĕр патне илсе пынă, лешĕ вара ăна амăшне панă.

(29) Çавна илтсен Иоанн вĕренекенĕсем пынă та унăн ÿтне тупăклăха илсе кайса пытарнă.

Пилĕк пин çынна тăрантарни

(30) Апостолсем Иисус патĕнче пуçтарăннă, хăйсем мĕн-мĕн тунине, мĕн-мĕн вĕрентнине йăлтах каласа панă.

(31) Килен-каян йышлă пулнăран вĕсен апат çиме те май пулман, çавăнпа Иисус вĕсене çапла каланă: «Халĕ хамăр кăна çын çук вырăна каяр та кăштах канар».

(32) Вара вĕсем пĕр хăйсем кăна кимĕпе çын çук вырăна ишсе кайнă.

(33) Çапах та вĕсем ишсе кайнине çынсем асăрханă, чылайăшĕ вĕсене палласа илнĕ. Тĕрлĕ хуласенчен тухнă халăх, васкаса, çав вырăна маларах çитнĕ те Иисус патне пухăннă.

(34) Çыран хĕррине тухсан Иисус унта çынсем нумай пулнине курнă. Вăл çынсене хĕрхеннĕ, мĕншĕн тесен вĕсем кĕтÿçĕсĕр сурăхсем пекех пулнă. Вара Иисус вĕсене чылай вĕрентнĕ.

(35) Каç пулса килнĕрен вĕренекенĕсем Иисус патне пырса çапла каланă: «Кунта çын пурăнман вырăн, ĕнтĕ каç та пулса килет.

(36) Эсĕ çынсене таврари ялсене кайса хăйсем валли çăкăр туянмашкăн ярсамччĕ, вĕсен çиме çук».

(37) «Çимелли вĕсене эсир хăвăр парăр», – тавăрнă Иисус. «Вĕсене çитерме пĕр ик çĕр динарийлĕх çăкăр кирлĕ. Кайса туянмалла-и вара пирĕн?» – тенĕ Ăна.

(38) «Кайса пăхăр-ха, сирĕн миçе çăкăр пур?» – тенĕ Иисус вĕсене. «Пилĕк çăкăрпа икĕ пулă», – тенĕ лешсем кайса пĕлнĕ хыççăн.

(39) Вара Иисус халăха ушкăнăн-ушкăнăн çерем çине лартма хушнă.

(40) Çынсем ушкăнăн-ушкăнăн çĕршерĕн, аллăшарăн ларса тухнă.

(41) Унтан Иисус пилĕк çăкăрпа икĕ пулла илсе çÿлелле пăхнă та Турра тав тунă. Çăкăрсене Вăл халăха валеçмешкĕн вĕренекенĕсене хуçа-хуçа панă; икĕ пуллине те çавнашкалах валеçнĕ.

(42) Пурте çисе тăраннă.

(43) Унтан юлнă çăкăр татăкĕсене, пулă татăкĕсене тата вун икĕ кунтăк туллиех пухнă.

(44) Çиекенсенчен арçынсем кăна пилĕк пине яхăн пулнă.

Иисус шыв çийĕпе утни

(45) Çавăн хыççăнах Иисус вĕренекенĕсене кимĕ çине ларма, Хăйĕнчен маларах тепĕр енне, Вифсаидăналла, кимĕпе ишсе каçма хушнă. Хăй халăха ăсатма юлнă.

(46) Халăхпа сывпуллашсан Иисус ту çине кĕлтума кайнă.

(47) Каçхине кимĕ тинĕс варрипе ишсе пынă, Иисус вара пĕчченех çыран хĕрринче пулнă.

(48) Вăл вĕренекенĕсем кĕсменпе вăйран кайса çиле хирĕç ишнине курнă. Тул çутăласпа вара, тинĕс çийĕпе утса, Иисус вĕсем патне пынă, иртсе каясшăн та пулнă.

(49) Вăл тинĕс çийĕпе утса пынине курсан вĕренекенĕсем, куçа мĕлке курăнать пулĕ тесе, хăранипе кăшкăрсах янă.

(50) Вăл пурин куçне те курăннăран вĕсен сехри хăпнă та. Иисус вара çав самантрах сасă парса: «Хастар пулăр! Ку – Эпĕ, ан хăрăр!» – тенĕ.

(51) Вăл вĕсен кимми çине ларсанах çил чарăннă. Вĕренекенĕсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ.

(52) Мĕншĕн тесен чунĕсем уçăлса çитеймен пирки вĕсем çăкăрпа тунă хăвата та ăнланса илеймен пулнă-ха.

Геннисаретра чирлисене сыватни

(53) Тинĕс урлă ишсе каçсан вĕсем Геннисарет çĕрне çитнĕ те çыран хĕррине пырса чарăннă.

(54) –

(55) Кимĕ çинчен ансанах унти çынсем Иисуса палласа илнĕ те йĕри-таврах Ун çинчен пĕлтерсе çÿренĕ. Вара чирлисене вырăнĕ-мĕнĕпех Иисус çавăнта тенĕ çĕре илсе пыра пуçланă.

(56) Яла-и, хулана-и – Иисус кирек ăçта пырсан та – пур çĕрте те çынсем чирлисене уçă лаптăка илсе тухса вырттарнă. Вара Иисусран тумтир аркине те пулин сĕртĕнтерме йăлăннă. Ăна сĕртĕнекенсем пурте сывалнă.

Марк 7

Ваттисен йăли-йĕркине тытса пырасси çинчен

(1) Пĕррехинче Иисус патне фарисейсем тата Иерусалимран пынă темиçе саккун вĕрентÿçи пухăннă.

(2) Вĕсем Иисусăн хăш-пĕр вĕренекенĕсем çуман, таса мар алăпах çăкăр çинине асăрханă та вĕсене ÿпкеленĕ.

(3) Кунта çакна каламалла: фарисейсем, пур иудейсем пекех, ваттисен йăлипе аллисене тĕплĕн çумасăр çимеççĕ.

(4) Çавнашкалах пасартан тавăрăнсан та çăвăнас йăлана туса ирттермелле, вара тин çимелле. Вĕсен тата ытти нумай йăласене те тытса пымалла: савăт-сапана та, сак-тенкеле те йĕркене пăхăнса çумалла.

(5) Унтан фарисейсемпе саккун вĕрентÿçисем Иисусран ыйтнă: «Мĕншĕн Санăн вĕренекенÿсем ваттисен йăлине пăхăнмаççĕ, çиес умĕн аллисене çумаççĕ?»

(6) Иисус вĕсене çапла хуравланă: «Сирĕн çинчен, икĕ питлĕскерсем çинчен, Исаия пророк Турă сăмахĕсемпе аван çырса хăварнă: „Çак çынсем чĕлхи-çăварĕпе Мана хисеплеççĕ, анчах чун-чĕрипе Манран питĕ аякра.

(7) Вĕсем этем шухăшласа кăларнă вĕрентĕве, йăла-йĕркене вĕрентеççĕ пулсан, вĕсем Мана пуççапни усăсăр“.

(8) Эсир те Турă хушнине пăрахăçласа этем шухăшласа кăларнă йăласене çеç – савăт-сапа çăвассине тата çавăн евĕрлĕ ытти тем те пĕре – тытса пыратăр».

(9) Иисус татах çапла каланă: «Эсир хăвăр йăлăра тытса пырас тесе Турă хушнине пăрахăçлани лайăх-им

(10) Моисей çапла каланă пулнă-çке-ха: „Аçу-аннÿне хисепле“ тата „Ашшĕне е амăшне усал сăмах калакана вилĕм çиттĕр“.

(11) Эсир вара мĕне вĕрентетĕр? „Çын хăй ашшĕне е амăшне парассине „корван“ (Турă валлилĕх) тесе уйăрса хума пултарать“, – тетĕр эсир.

(12) Капла вĕренти вăл çынна аçушăн е аннÿшĕн нимĕн тумасан та юрать тениех-çке.

(13) Çавнашкал япаласем эсир урăх та нумай тăватăр. Çапла майпа эсир хăвăр кăларнă йăла-йĕркешĕн Турă сăмахне пăрахăçлатăр».

(14) Унтан Иисус халăха чĕнсе çапла каланă: «Пурте Мана итлĕр те ăнланса илĕр.

(15) Çынна тулашран кĕрекенни нимĕн те ирсĕрлетме пултараймасть, ăшран тухаканни ирсĕрлетет.

(16) Илтме хăлха пурри илттĕр!»

(17) Иисус халăхран уйăрăлса пÿрте кĕрсен вĕренекенĕсем Унран çак ытарлăх мĕне пĕлтернине ыйтнă.

(18) Иисус вĕсене çапла каланă: «Эсир те çав териех ăнланусăр-иТулашран кĕрекенни нимĕн те çынна ирсĕрлетме пултарайманнине те ăнланмастăр-и?

(19) Тулашран кĕрекенни çын чун-чĕрине мар, вар-хырăмне кĕрет те тулашах тухать». (Çапла майпа Иисус мĕн пур апат-çимĕç таса пулнине пĕлтернĕ.)

(20) «Ăшран тухаканни вара çынна Турă умĕнче ирсĕрлетет, – тенĕ Вăл малалла.

(21) –

(22) – Мĕншĕн тесен усал шухăшсем пурте: мăшăра улталасси, аскăнланасси, çын вĕлересси, вăрласси, çăткăнланасси, хаярланасси, улталасси, чарак çукки, кĕвĕçесси, Турра хурласси, мăнкăмăлланасси, ăссăрланасси – çын ăшĕнчен, чун-чĕринчен тухаççĕ.

(23) Çак пĕтĕм усаллăх ăшран тухать, çынна Турă умĕнче ирсĕрлетет».

Сирофиники хĕрарăмĕн хĕрне сыватни

(24) Унтан кайсан Иисус Тирпа Сидон çĕрне пынă та пĕр çуртра чарăнса тăнă. Вăл Хăй унтине никама та пĕлтересшĕн пулман, анчах çынсем пурпĕрех пĕлнĕ.

(25) Хĕрне усал ернĕ пĕр хĕрарăм Иисус килни çинчен илтнĕ те, пырса, Ун ури умне ÿксе пуççапнă,

(26) хĕрĕ ăшĕнчи усала хăваласа кăларма тархасланă. Вăл хăй урăх халăх хĕрарăмĕ, Сирофиники çынни пулнă.

(27) Анчах та Иисус ăна çапла каланă: «Малтан ачасене тăрантармалла, мĕншĕн тесен ачасем çиес çăкăра йытăсене пăрахса пани аван мар».

(28) «Çапли çапла та-ха, Хуçамăр, – тавăрнă Ăна хĕрарăм, – анчах йытăсем те ача-пăча сĕтел айне ÿкернĕ тĕпренчĕксене çиеççĕ-çке».

(29) «Сăмаху тĕрĕс пулчĕ, – тенĕ ăна Иисус, – халĕ каях, хĕрÿ ăшĕнчи усал тухрĕ!»

(30) Киле пырсан çак хĕрарăм хăйĕн хĕрĕ вырăн çинче выртнине курнă. Ун ăшĕнчи усал тухнă иккен.

Хăлхасăр, селĕп çынна сыватни

(31) Иисус Тирпа Сидон çĕрĕнчен Вунхула çĕрĕ витĕр каллех Галилея тинĕсĕ хĕррине тухнă.

(32) Çавăнта Иисус патне хăлхасăр, селĕп çынна илсе пынă та Ăна çав çын çине аллине хума тархасланă.

(33) Иисус ăна халăхран уйăрнă та, куçа-куçăн юлсан, Хăйĕн пÿрнисене унăн хăлхи шăтăкĕсене чикнĕ. Унтан Вăл сурнă та унăн чĕлхине сĕртĕннĕ.

(34) Вара тÿпенелле пăхса ассăн сывласа янă та çав çынна: «Еффафа», – тенĕ (ку вăл «уçăл» тени пулать).

(35) Çав самантрах унăн хăлхи уçăлнă, чĕлхи çыхланни те иртсе кайнă, вăл чип-чиперех калаçа пуçланă.

(36) Иисус çынсене çак ĕç пирки никама та калама хушман. Анчах чарнăçемĕн вĕсем ытларах та ытларах калаçса çÿренĕ.

(37) «Вăл мĕн туни пĕтĕмпех вырăна килет, – тенĕ вĕсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнсе, – хăлхасăррисем те илтме тытăнаççĕ, чĕлхесĕррисем те калаçма пуçлаççĕ».

Марк 8

Тăватă пин çынна тăрантарни

(1) Çав кунсенче пĕрре Иисус патне питĕ нумай халăх пухăннă. Çимелли вĕсен нимĕн те пулман. Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене чĕнсе илсе çапла каланă:

(2) «Çак халăха Эпĕ шеллетĕп: çынсем ĕнтĕ виçĕ кун хушши Манпа пĕрле, çиме вĕсен нимĕн те çук.

(3) Килĕсене выçах ярсан, вĕсем çул çинче халран кайĕç, мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕри питĕ инçетрен килнĕ».

(4) «Кунта, çын пурăнман вырăнта, вĕсене тăраниччен çитермелĕх кам ăçтан çăкăр тупма пултарĕ?» – тавăрнă Ăна вĕренекенĕсем.

(5) «Сирĕн миçе çăкăр пур?» – ыйтнă вĕсенчен Иисус. «Çиччĕ», – тенĕ вĕсем.

(6) Вара Иисус халăха çерем çине ларма хушнă. Унтан çав çичĕ çăкăра илсе Турра тав тунă та халăха валеçме вĕренекенĕсене хуçа-хуçа панă, лешсем вара валеçнĕ.

(7) Тата вĕсен кăштах вĕтĕ пулă пулнă. Турра тав тунă хыççăн Иисус пуллине те халăха валеçме хушнă.

(8) Пурте çисе тăраннă. Юлнă татăкĕсене тата çичĕ карçинкка пухнă.

(9) –

(10) Çиекеннисем тăватă пине яхăн пулнă. Халăхпа сывпуллашсанах Вăл вĕренекенĕсемпе кимĕ çине ларса Далмануфа çĕрне ишсе кайнă.

Тÿперен хăват кăтартма ыйтни

(11) Унта фарисейсем пынă та Иисуспа тавлашма пуçланă. Вĕсем, Ăна илĕртсе тĕрĕслес тесе, тÿперен хăват кăтартма хистесех ыйтнă.

(12) Вара Вăл ассăн сывласа янă та çапла каланă: «Çак ăру мĕншĕн-ха хăват кăтартма хистесех ыйтать? Чăн калатăп сире: ăна нимĕнле хăват та пулмĕ».

(13) Вĕсенчен уйăрăлсан Иисус каллех кимĕпе тинĕс тепĕр енне кайма тухнă.

Фарисейсен кăвас тĕпĕ çинчен

(14) Вĕренекенĕсем хăйсемпе пĕрле çăкăр илме маннă, кимĕ çинче вĕсен пурĕ те пĕр çăкăр анчах пулнă.

(15) Иисус вĕсене хытарсах каланă: «Асăрханăр, фарисейсен кăвас тĕпĕнчен, Иродăн кăвас тĕпĕнчен сыхланăр».

(16) «Вăл пирĕн çăкăр çуккишĕн çапла калать ĕнтĕ», – тенĕ вĕсем пĕр-пĕрин хушшинче.

(17) Вара Иисус вĕсем мĕн çинчен калаçнине пĕлсе çапла каланă: «Мĕншĕн эсир хăвăрăн çăкăр çукки пирки калаçатăр? Халичченех ăнкарса, ăнланса илейместĕр-и? Халичченех ăс-тăнăрсем уçăлса çитеймерĕç-и

(18) Куçлă пулин те – курмастăр-им? Хăлхаллă пулин те – илтместĕр-им? Çакна астумастăр-им:

(19) Эпĕ пилĕк çăкăра пилĕк пин çынна хуçа-хуçа парсан, юлашки юлнă татăкĕсене миçе кунтăк туллиех пухрăр-ха эсир?» «Вун иккĕ», – тавăраççĕ Ăна.

(20) «Тата çичĕ çăкăра тăватă пин çынна валеçсе парсан, юлнă татăкĕсене миçе карçинкка тултартăр-ха?» «Çиччĕ», – теççĕ лешсем.

(21) «Эппин мĕншĕн-ха халичченех ăнланмастăр?» – тенĕ вара Иисус.

Вифсаидăра суккăра сыватни

(22) Пĕррехинче, вĕсем Вифсаида витĕр тухнă чухне, Ун патне суккăра çавăтса пынă та Иисуса ăна сĕртĕнме йăлăннă.

(23) Иисус çав суккăр çынна ялтан çавăтса тухнă та унăн куçне сурчăкпа йĕпетсе шăлса, ун çине аллине хурса ыйтнă: «Мĕн те пулин куратăн-и?»

(24) Лешĕ пăхнă та çапла каланă: «Уçăмсăр курăннă пирки иртсе çÿрекен çынсем йывăç пек курăнаççĕ».

(25) Иисус каллех аллипе ун куçне сĕртĕннĕ, пăхма каланă. Суккăр çын вара тÿрленнĕ, йăлтах витĕр куракан пулнă.

(26) Вара Иисус ăна киле ярса çапла каланă: «Яла-мĕне кĕрсе ан тăр, ялта никама та каласа ан кăтарт».

Иисус кам пулнине Петр пĕлтерни

(27) Унтан Иисуспа вĕренекенĕсем Филипп Кесарийĕ таврашĕнчи ялсене кайнă. Çул çинче Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсенчен: «Çынсем Мана Кам вырăнне хураççĕ?» – тесе ыйтнă.

(28) «Пĕрисем – Шыва кĕртекен Иоанн вырăнне, теприсем вара – Илия вырăнне, хăшĕ-пĕрисем тата – пĕр-пĕр урăх пророк вырăнне хураççĕ», – тавăрнă вĕренекенĕсем.

(29) «Эсир хăвăр вара Мана Кам вырăнне хуратăр?» – ыйтнă вĕсенчен Иисус. «Эсĕ – Турă Суйласа илни, Христос», – тавăрса каланă Ăна Петр.

(30) Иисус вĕсене Хăй çинчен никама та калама хушман.

Иисус Хăй вилсе чĕрĕлесси çинчен калани

(31) Унтан Иисус вĕренекенĕсене Этем Ывăлĕ нумай асап курасси çинчен, ятлă-сумлă çынсемпе аслă священниксем тата саккун вĕрентÿçисем Хăйне йышăнас çукки çинчен кала пуçланă. Тата Вăл Хăйне вĕлересси çинчен, виççĕмĕш кунне чĕрĕлсе тăрасси çинчен те каласа панă.

(32) Çак сăмахсене Вăл уççăнах каланă. Анчах та Петр Ăна, аяккарах чĕнсе илсе, хирĕçлеме пуçланă.

(33) Вара Иисус вĕренекенĕсем çине çавăрăнса пăхнă та Петра пат татса çапла каланă: «Кай Ман патăмран, шуйттан! Эсĕ Турра юрăхли çинчен мар, этеме юрăхли çинчен шухăшлатăн!»

(34) Унтан халăха тата Хăйĕн вĕренекенĕсене чĕнсе илсе каланă: «Кам Ман хыççăн пырас тет, çав хăй çинчен манса, хăйĕн асап хĕресне йăтса, Ман хыççăн пытăр.

(35) Мĕншĕн тесен хăйĕн пурăнăçне упраса хăварас текен ăна çухатĕ. Хăйĕн пурăнăçне Мана тата Ырă Хыпара халалласа çухатакан ăна упраса хăварĕ.

(36) Çын, пĕтĕм тĕнчене хăй аллине илсен те, хăй чунне сиен тусан, ăна мĕн усси пулĕ?

(37) Çын хăй чунне мĕн хакпа илейĕ?

(38) Кам çак пăсăк та çылăхлă ăру хушшинче Манран тата Ман сăмахăмсенчен вăтанать, Этем Ывăлĕ те Ашшĕ мухтавĕпе, святой ангелĕсемпе пĕрле килсен унран вăтанĕ».

Марк 9

(1) «Чăн калатăп сире, – тенĕ унтан Иисус вĕсене, – çакăнта тăракансенчен хăшĕ-пĕрисем Турă Патшалăхĕ хăватлăн килнине хăйсем виличченех курĕç».

Иисус Христос сăн-сăпачĕ улшăнни

(2) Пĕр ултă кун иртсен Иисус Петра, Иакова тата Иоана ыттисенчен уйрăммăн Хăйпе пĕрле çÿллĕ ту çине илсе кайнă. Вара Унăн сăн-сăпачĕ вĕсен умĕнчех улшăннă:

(3) Унăн тумтирĕ юр пек чăлт шуррăн çуталса тăнă, çĕр çинчи пĕр шуратакан та унашкал шуратаймасть.

(4) Сасартăк вĕсене Иисуспа калаçса тăракан Илияпа Моисей курăннă.

(5) Çавăн чухне Петр Иисуса каланă: «Равви! Епле аван пире кунта. Атьр виçĕ хÿшĕ тăвар: пĕрне – Сан валли, теприне – Моисей валли, тата теприне – Илия валли».

(6) Çакна вăл ним калама аптăранăран каланă, мĕншĕн тесен вĕсем хăраса ÿкнĕ пулнă.

(7) Сасартăк вĕсене пĕлĕт пырса хупăрласа илнĕ, пĕлĕт çинчен вара: «Çакă Манăн савнă Ывăлăм, Ăна итлĕр!» – текен сасă илтĕннĕ.

(8) Вĕренекенĕсем йĕри-тавралла йăпăр-япăр пăхкаланă, анчах та Иисуссăр пуçне урăх никама та курман.

(9) Ту çинчен аннă чухне вара Иисус вĕсене мĕн курни çинчен Этем Ывăлĕ вилĕмрен чĕрĕлсе тăриччен никама та калама хушман.

(10) Вĕсем хушнине итленĕ: çын çине сăмах кăларман. Вилĕмрен чĕрĕлсе тăрасси тени мĕне пĕлтерет-ши тесе кăна пĕр-пĕринпе калаçнă.

(11) «Мĕншĕн-ха саккун вĕрентÿçисем Христосран маларах Илия килмелле теççĕ?» – ыйтнă Унран вĕренекенĕсем.

(12) Иисус вĕсене çапла тавăрса каланă: «Малтан Илия килсе пурне те хатĕрлесе хумалла тени тĕрĕсех ĕнтĕ. Эппин мĕншĕн-ха Этем Ывăлĕн нумай асап курмалла, мăшкăл тÿсмелле тесе те çырнă?

(13) Калатăп сире: Илия килнĕччĕ ĕнтĕ. Анчах та, Çырнинче каланă пекех, унпа çынсем хăйсем мĕн тăвас тенине турĕç».

Усал сывлăш ернĕ ачана сыватни

(14) Унтан Иисус, ытти вĕренекенĕсем патне пырсан, вĕсем тавра халăх йышлăн тăнине, саккун вĕрентÿçисем Хăйĕн вĕренекенĕсемпе тавлашнине курнă.

(15) Ăна асăрхасанах пĕтĕм халăх тĕлĕнсе кайнă, çынсем Ун патне чупа-чупа пырса сывлăх суннă.

(16) «Эсир вĕсемпе мĕн пирки тавлашатăр?» – тесе ыйтнă Вăл саккун вĕрентÿçисенчен.

(17) Халăх хушшинчен пĕри Ăна çапла хуравланă: «Вĕрентекен! Эпĕ Сан патна чĕлхесĕр тăвакан усал сывлăш ернĕ ывăлăма илсе килтĕм.

(18) Çав усал сывлăш ăна ăçта ярса илет, çавăнта çĕре ÿкерет. Вара ывăлăм кăпăк кăларса, шăлне шатăртаттарса выртать, шăнăр туртнипе хытсах каять. Çав усала хăваласа кăларма эпĕ Санăн вĕренекенÿсенчен ыйтрăм, анчах вĕсем пултараймарĕç».

(19) Иисус вара ăна çапла тавăрса каланă: «Эй, ĕненмен ăру! Тата хăçанччен Манăн сирĕнпе пулмалла-шиХăçанччен Манăн сире тÿсмелле-ши? Ачине Ман патăма илсе килĕр эппин».

(20) Ăна Иисус патне илсе пынă. Усал сывлăш Иисуса курнă-курманах ачана чĕтретсе пăрахнă та, вăл çĕре ÿксе, кăпăк кăларса йăвалана пуçланă.

(21) «Ывăлна капла пулни чылайранпа-и?» – ыйтнă вара Иисус ачан ашшĕнчен. «Мĕн пĕчĕкренех, – тенĕ лешĕ.

(22) – Усал сывлăш ăна пĕтерес тесе вута та, шыва та темиçе хут сиктерчĕ. Хĕрхенсем пире, мĕн те пулин тума пултарсан, пулăшсам».

(23) Иисус вара ăна çапла каланă: «Мĕн чухлĕ те пулин ĕненетĕн пулсан, ĕненекеншĕн Турă пурне те пултарттарать».

(24) Ача ашшĕ, куççульленсе, çав самантрах: «Ĕненетĕп, Хуçамăр! Ĕненсех çитерейместĕп пулсан, пулăшсам!» – тесе кăшкăрса янă.

(25) Иисус, халăх васкаса пуçтарăннине курса, усал сывлăша чарса каланă: «Чĕлхесĕр-хăлхасăр тăвакан сывлăш, сана хушатăп: тух ун ăшĕнчен, текех нихăçан та ун ăшне ан кĕр!»

(26) Вара усал сывлăш кăшкăрса ярса, ачана чĕтретсе пăрахса ун ăшĕнчен тухнă. Ача вилнĕ пек выртнине курсан: «Вилсе кайрĕ», – тенĕ чылайăшĕ.

(27) Анчах та Иисус ăна аллинчен тытса тăратнă та, вăл тăнă.

(28) Унтан, Иисус пĕр пÿрте кĕрсен, куçа-куçăн юлнă вĕренекенĕсем Унран çапла ыйтнă: «Мĕншĕн эпир усала хăваласа кăлараймарăмăр?»

(29) «Усал-тĕсел таврашне кĕлтунипе тата типĕ тытнипе çеç хăваласа кăларма пулать», – тенĕ вара Иисус вĕсене.

Иисус Хăй вилсе чĕрĕлесси çинчен тепĕр хут калани

(30) Иисуспа вĕренекенĕсем çав тăрăхран кайнă. Вĕсем Галилея çĕрĕпе пынă. Хăйсем унта пулнине Иисус пĕлтересшĕн пулман.

(31) Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене: «Этем Ывăлне çынсен аллине тытса парĕç, Ăна вĕлерĕç, вĕлерсен виççĕмĕш кунне Вăл чĕрĕлсе тăрĕ», – тесе вĕрентсе каланă.

(32) Анчах вĕсем çак сăмахсене ăнланса илеймен, Хăйĕнчен ыйтма вара хăранă.

Кам аслăрах

(33) Иисуспа вĕренекенĕсем Капернаума çитнĕ. Пĕр пÿрте кĕрсен Иисус вĕренекенĕсенчен ыйтнă: «Çул çинче эсир пĕр-пĕринпе мĕн çинчен калаçаттăрччĕ-ха?»

(34) Вĕсем чĕнмен, мĕншĕн тесен çул тăршшĕпех хăйсенчен хăшĕ аслăраххи пирки тавлашса пынă пулнă.

(35) Ларсан Вăл Вун иккĕшне Хăй патне чĕнсе илнĕ те çапла каланă: «Кам пуринчен те аслă пулас тет, çав пуринчен те кĕçĕн, пуриншĕн те тарçă пултăр».

(36) Вара Вăл пĕр пĕчĕк ачана вĕсен умне илсе пырса тăратнă. Унтан, ачана ыталаса, вĕренекенĕсене каланă:

(37) «Кам çакнашкал ачасенчен пĕрне Ман ятăмшăн хапăл тăвать, çав Мана йышăнать. Мана хапăл тăваканни Мана çеç мар, Мана кунта Яракана та йышăнать».

Кам сире хирĕç мар, çав сире майлă

(38) «Вĕрентекен! – тенĕ çавăн чухне Иоанн. – Эпир Сан ятупа усалсене хăваласа кăларакан пĕр çынна тĕл пултăмăр, анчах хамăрпа пĕрле çÿременрен эпир ăна чартăмăр».

(39) Иисус вара çапла каланă: «Ан чарăр ăна: Ман ятăмпа хăват тăвакансенчен нихăшĕ те Ман çинчен часах усал калаçас çук.

(40) Кам сире хирĕç мар, çав сире майлă».

(41) «Чăн калатăп сире: кам сире Христос çыннисем тесе Ман ятăмпа пĕр курка шыв ĕçтерет, çав хăйĕн илес сăвапне çухатмĕ.

Илĕртÿсем çинчен

(42) Кам та кам çак Мана ĕненекен пĕчĕкскерсенчен пĕрне те пулин илĕртсе çылăха кĕртет, çавăн мăйне арман чулĕ çакса тинĕсе пăрахсан, ăна хăйне лайăхрах пулĕччĕ.

(43) Сана аллу çылăх тума илĕртет пулсан, ăна касса пăрах: икĕ аллупа тамăка, сÿнми вута кĕриччен ĕмĕрлĕх пурăнăçа чăлаххăн кĕни саншăн лайăхрах.

(44) Унта, тамăкра, вĕсене çиекен хурчĕ те вилмест, çунтаракан вучĕ те сÿнмест.

(45) Сана уру çылăх тума илĕртет пулсан, ăна касса пăрах: икĕ урупа тамăка, сÿнми вута пăрахнинчен ĕмĕрлĕх пурăнăçа уксаххăн кĕни саншăн лайăхрах.

(46) Унта, тамăкра, вĕсене çиекен хурчĕ те вилмест, çунтаракан вучĕ те сÿнмест.

(47) Сана куçу çылăх тума илĕртет пулсан, ăна чавса кăларса пăрах: икĕ куçупа тамăк вутне пăрахнинчен Турă Патшалăхне хăрах куçлăн кĕни саншăн лайăхрах.

(48) Унта, тамăкра, вĕсене çиекен хурчĕ те вилмест, çунтаракан вучĕ те сÿнмест.

(49) Турра кÿмелли кирек епле выльх-чĕрлĕхе те тăварпа тăварланă пекех кашниннех вутпа тăварланмалла пулĕ.

(50) Тăвар – ырă япала, анчах вăл хăватне çухатсан унăн тутине эсир епле тавăрăр? Чун-чĕрĕрте ĕненÿ тăварĕ пултăр, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнăр».

Марк 10

Уйăрăласси çинчен

(1) Унтан кайсан Иисус Иордан леш енчи çĕрсем урлă Иудея тăрăхне пынă. Каллех Ун патне халăх пуçтарăннă, каллех, яланхи пекех, Вăл çынсене вĕрентнĕ.

(2) Çавăнта Иисус патне фарисейсем пынă та, Ăна илĕртсе тĕрĕслес тесе, çапла ыйтнă: «Упăшкин хăй арăмне уйăрса яма юрать-и?»

(3) «Моисей саккунĕ ун пирки мĕн калать?» – тавăрнă вĕсене Иисус.

(4) «Уйăрăлу хучĕ çырса парсан уйăрăлма Моисей ирĕк панă», – тенĕ вĕсем.

(5) Вара Иисус вĕсене çапла тавăрса каланă: «Моисей сире çав йĕркене чунăрсем уçăлса çитейменрен парса хăварнă.

(6) Чăн малтанах вара, тĕнчене пултарнă чухне, Турă çынсене арçын тата хĕрарăм пулмалла тунă.

(7) Çавăнпа çын хăйĕн ашшĕ-амăшне хăварать те

(8) арăмĕпе пĕрлешет. Вара иккĕшĕ пĕр ÿт пулаççĕ, ĕнтĕ вĕсем иккĕн мар, пĕр ÿт.

(9) Çапла вара, Турă пĕрлештернине этем ан уйăртăр».

(10) Каярахпа пĕр килте Унăн вĕренекенĕсем каллех çавăн çинчен ыйтнă.

(11) Иисус вĕсене çапла каланă: «Кам хăй арăмне уйăрса ярса урăх арăм илет, çав малтанхи арăмне урăх хĕрарăмпа улталать.

(12) Арăмĕ те упăшкинчен уйăрăлса урăххине качча кайсан мăшăрне улталать».

Иисус ачасене пиллет

(13) Иисус аллипе сĕртĕнсе пиллетĕр тесе Ун патне ачасене илсе пынă, анчах та вĕренекенĕсем ача-пăча илсе пыракансене Иисуса кансĕрлеме чарнă.

(14) Çавна курсан Иисус, çилленсе, вĕсене каланă: «Ачасене Ман патăма ярăр, килме ан чарăр, мĕншĕн тесен Турă Патшалăхĕ вĕсем пеккисемшĕн.

(15) Чăн калатăп сире: Турă Патшалăхне кам ача пек йышăнмасть, çав унта кĕреймĕ».

(16) Унтан Вăл ачасене ыталанă та вĕсем çине аллине хурса пилленĕ.

Иисуспа пĕр пуян çамрăк

(17) Иисус çула кайма тухнă чухне пĕр çын чупса пынă та Ун умне чĕркуçленсе ларса Унран çапла ыйтнă: «Ырă Вĕрентекен! мĕрлĕх пурăнăçлă пулас тесен манăн мĕн тумалла-ши?»

(18) «Мĕншĕн эсĕ Мана ырă тетĕн? – тавăрнă ăна Иисус. – Пĕр Турăсăр пуçне никам та ырă мар.

(19) „Мăшăрна ан ултала, çынна ан вĕлер, ан вăрла, судра суйса ан пĕлтер, ĕçе тÿрĕ татса пар, аçу-аннÿне хисепле“ текен пил-хушусене эсĕ пĕлетĕн».

(20) «Вĕрентекен, – тавăрса каланă вăл, – эпĕ вăл пил-хушусене мĕн ачаранпах пăхăнса пурăнатăп».

(21) Вара Иисус ăна тинкерсе пăхнă та ăшшăн каланă: «Ĕнтĕ сана пĕр япала кăна çитеймест: кай та пĕтĕм пурлăхна сутса чухăнсене валеçсе пар, вара сан валли пурлăх пĕлĕт çинче пулĕ. Ху кил те, асап хĕресне йăтса, Ман хыççăн пыракан пул».

(22) Çак сăмахсене илтсен вăл аптăраса кайнă та салхуллăн пăрăнса утнă, мĕншĕн тесен вăл питĕ пуян пулнă.

(23) Вара Иисус йĕри-тавралла пăхса илсе Хăйĕн вĕренекенĕсене çапла каланă: «Пуян çынсене Турă Патшалăхне кĕмешкĕн епле йывăр!»

(24) Иисусăн çак сăмахĕсене илтсен вĕренекенĕсем тĕлĕнсе хытсах кайнă. Анчах та Иисус вĕсене татах çапла каланă: «Ачамсем, пуянлăха шанакансене Турă Патшалăхне кĕмешкĕн епле йывăр!

(25) Пуяна Турă Патшалăхне кĕрессинчен тĕвене йĕп çăрти витĕр тухма çăмăлрах».

(26) «Эппин кам çăлăнма пултарĕ?» – шалт аптăранипе пĕр-пĕринпе калаçнă вĕренекенĕсем.

(27) Иисус вĕсем çине тинкерсе пăхса çапла каланă: «Этем ăна тума пултараймĕ, анчах та Турă тăваять, мĕншĕн тесен Турă пурне те пултарать».

(28) Вара Петр Ăна кала пуçланă: «Акă эпир хамăрăн мĕн пуррине пĕтĕмпех хăвартăмăр та Сан хыççăн пыракансем пултăмăр».

(29) «Чăн калатăп сире, – тенĕ Иисус, – кам та кам Маншăн тата Ырă Хыпаршăн е кил-çуртне, е тăванĕсене, е ашшĕ-амăшне, е арăмне, е ачисене, е ани-çаранне хăварать, çавă

(30) халех, çак хĕсĕрлев саманинчех кил-çуртне те, тăванне те, ашшĕ-амăшне те, ачисене те, ани-çаранне те çĕр хут ытларах илĕ. Лери пурăнăçра вара вăл ĕмĕрлĕх чĕрĕлĕхлĕ пулĕ. {Куçару йăнăшĕ пулма пултарать: Халех, çак саманара кил-çуртне те, тăванне те, ашшĕ-амăшне те, ачисене те, ани-çаранне те, хĕсĕрлевне те – çĕр хут ытларах илĕ, лери пурнăçра ĕмĕрлĕх чĕрĕлĕхлĕ пулĕ.}

(31) Малтисем чылайăшĕ кайра пулĕç, кайрисем малта пулĕç».

Иисус Хăй вилсе чĕрĕлесси çинчен виççĕмĕш хут калани

(32) Вĕсем Иерусалима каякан çулпа пынă. Сехĕрленсе ÿкнĕ вĕренекенĕсем умĕнче Иисус пынă, вĕсем хыççăн вара хăраса кайнă халăх утнă. Иисус Вун иккĕшне чĕнсе илсе вĕсене каллех Хăйне мĕн кĕтнине кала пуçланă:

(33) «Акă ĕнтĕ эпир Иерусалималла хăпарса пыратпăр, унта Этем Ывăлне аслă священниксемпе саккун вĕрентÿçисен аллине тытса парĕç. Вĕсем Ăна суд туса вĕлерме йышăнĕç, унтан урăх халăх çыннисен аллине парĕç.

(34) Лешĕсем Ăна мăшкăл кăтартĕç, чĕн пушăпа хĕнĕç, питрен сурса пĕтерĕç. Ăна вĕлерĕç, виççĕмĕш кунне Вăл чĕрĕлсе тăрĕ».

Иаковпа Иоанн ыйтни

(35) Çавăн чухне Ун патне Зеведей ывăлĕсем Иаковпа Иоанн пынă та çапла каланă: «Вĕрентекен! Эпир мĕн ыйтнине туса парсамччĕ».

(36) «Сирĕншĕн мĕн тумалла вара Манăн?» – ыйтнă Иисус.

(37) «Эсĕ Хăвăн чаплă Патшалăхунта пире пĕрне Хăвăнтан сылтăм енне, теприне сулахай енне лармалла тусамччĕ!» – тенĕ вĕсем Ăна.

(38) Анчах та Иисус вĕсене çапла тавăрнă: «Хăвăр мĕн ыйтнине хăвăр та пĕлместĕр. Эпĕ ĕçес асап куркине ĕçме, Эпĕ кĕрес асап шывĕпе тĕне кĕме пултарайăр-и эсир?»

(39) «Пултаратпăр», – тенĕ вĕсем. «Эпĕ ĕçес асап куркине сире те ĕçме лекĕ, Эпĕ кĕрес асап шывĕпе сире те тĕне кĕме тивĕ.

(40) Анчах Хамран сылтăм е сулахай енне лартаканĕ Эпĕ мар. Турă кам валли хатĕрленĕ, çавсем ларĕç».

(41) Çакна илтсен тепĕр вунă вĕренекенĕ Иаковпа Иоана тарăхса кайнă.

(42) Иисус вара вĕренекенĕсене чĕнсе илсе çапла каланă: «Халăхсен княçĕсем пулма тивĕçнисем халăхпа хуçаланнине, пуçлăхсем те халăха пăхăнтарнине эсир пĕлетĕр.

(43) Анчах сирĕн хушшăрта апла пулмалла мар: хăвăр хушшăрта асли пулас текенĕн ыттисемшĕн тарçă пулмалла.

(44) Хăвăр хушшăрта малти пулас текенĕн ыттисемшĕн чура пулмалла.

(45) Мĕншĕн тесен Этем Ывăлĕ те Хăйшĕн тăрăштарма килмен, Хăй çынсемшĕн тăрăшас тесе, нумайăшне çăлмашкăн Хăй чунне тÿлевлĕхе пама килнĕ».

Суккăр Вартимее сыватни

(46) Вĕсем Иерихона çитнĕ. Иисуспа вĕренекенĕсем тата темĕн чухлĕ халăх хуларан тухнă чухне пĕр суккăр çын, Тимей ывăлĕ Вартимей, çул хĕрринче ыйткаласа ларнă.

(47) «Иртсе пыраканни – Иисус Назорей», – тенине илтсен Вартимей кăшкăрса каланă: «Давид йăхĕнчи Иисус! Хĕрхенсем мана!»

(48) Нумайăшĕ ăна шăпланма хушнă, анчах вăл тата хытăрах: «Давид йăхĕн Ывăлĕ! Хĕрхенсем мана!» – тесе кăшкăрнă.

(49) Иисус чарăннă та ăна чĕнсе илме хушнă. Вара çынсем хайхи суккăра: «Ан хăра, тăр, Вăл сана пыма хушать», – тенĕ.

(50) Вартимей çиелти тумне хывса пăрахсах сиксе тăнă та Иисус патне пынă.

(51) «Эсĕ Мана мĕншĕн чĕнетĕн?» – тенĕ ăна Иисус. «Вĕрентекен! Манăн куракан пуласчĕ», – тенĕ Ăна суккăр çын.

(52) Иисус ăна çапла каланă: «Ĕнтĕ каях, ĕненĕвÿ çăлчĕ сана». Вăл вара çав самантрах куракан пулнă та çулпа Иисус хыççăн кайнă.

Марк 11

Иисус Христос Иерусалим хулине кĕни

(1) Иисуспа вĕренекенĕсем Иерусалималла çывхарса пынă. Çавăн чухне, Елеон тăвĕ патĕнчи Виффагипе Вифани тĕлне çитсен, Иисус икĕ вĕренекенне

(2) çапла хушса янă: «Çак хăвăр умăрти яла кайăр, кĕнĕ-кĕменех унта эсир кăкарса хунă çамрăк ашака асăрхăр, ун çине ку таранччен никам та утланса çÿремен. Эсир ăна вĕçертсе çавăтса килĕр.

(3) Кам та пулин сире: „Мĕн хăтланатăр?“ – тесен, эсир çапла калăр: „Вăл Хуçамăра кирлĕ, Хуçамăр часах ăна каялла тавăрса парĕ“».

(4) Вĕсем кайнă та урамра хапха умне кăкарса хунă çамрăк ашака тупса, ăна вĕçертсе илнĕ.

(5) «Мĕн хăтланатăр? – тенĕ вĕсене çавăнта тăракансенчен хăшĕ-пĕрисем. – Ашака мĕншĕн вĕçертетĕр?»

(6) Вĕсем Иисус хушнă пек хуравланă та, çынсем вĕсене янă.

(7) Унтан хайхи çамрăк ашака Иисус патне çавăтса пынă, ашак çине хăйсен тумтирĕсене хунă. Иисус вара ун çине утланса ларнă.

(8) Темĕн чухлĕ халăх хăйсен тумтирĕсене Иисус умне çул тăрăх сарса пынă, теприсем тата йывăç турачĕсем касса çул тăрăх пăрахса пынă.

(9) Умĕнче пыракансем те, хыçалта пыракансем те мухтаса çапла кăшкăрнă: «Осанна! Хуçа Турă ячĕпе Килекен мухтавлă!

(10) Мăн асаттемĕрĕн Давидăн Хуçа Турă ячĕпе килекен Патшалăхĕ мухтавлă! Çÿл тÿпере те осанна!»

(11) Иисус Иерусалима кĕрсен Турă Çуртне пынă та пĕтĕмпех тĕплĕн пăхса çавăрăннă. Вара тĕттĕм пулса киличчен хуларан тухса Вун иккĕшĕпе пĕрле Вифание кайнă.

Çимĕçсĕр смоква йывăççи

(12) Тепĕр кунне, вĕсем Вифанирен тухсан, Иисусăн çиесси килнĕ.

(13) Вăл аякранах ешĕл çулçăллă смоква йывăççине асăрханă та ун çинче çимĕç пур-ши тесе йывăç патне пынă. Анчах та патнерех пырсан ун çинче çулçăсăр пуçне урăх ним те тупайман, мĕншĕн тесен смоква çимĕçне пухас вăхăт çитеймен пулнă-ха.

(14) «Сан çинчен текех ĕмĕрне те никамăн та çимĕç татса çимелле ан пултăр», – тенĕ вара Иисус йывăçа. Çак сăмахсене вĕренекенĕсем те илтнĕ.

Иисус Турă Çуртĕнчи сутуçăсене хăваласа кăларни

(15) Унтан вĕсем Иерусалима çитнĕ. Иисус Турă Çуртне кĕнĕ те унта суту-илÿ тăвакансене хăваласа кăларма пуçланă. Вăл укçа улăштаракансен сĕтелĕсене, кăвакарчăн сутакансен тенкелĕсене тÿнтере-тÿнтере янă,

(16) Турă Çурчĕ витĕр тĕрлĕ ăпăр-тапăр çĕклесе çÿреме чарнă.

(17) Вĕсене вĕрентсе Вăл çапла каланă: «„Манăн çуртăма пур халăхсемшĕн те лартнă кĕлĕ çурчĕ тесе калĕç“, – темен-им Çырнинче? Эсир вара ăна вăрă-хурах йăви туса хунă».

(18) Çак сăмахсене илтнĕ саккун вĕрентÿçисемпе аслă священниксем Иисуса пĕтерме май шыранă. Пĕтĕм халăх Унăн вĕрентĕвĕнчен тĕлĕннĕ пирки вĕсем Иисусран хăранă.

(19) Вара Вăл тĕттĕм пулса киличчен хуларан тухса кайнă.

Ĕненессипе каçарасси çинчен

(20) Ирхине иртсе пынă чух вĕсем хайхи смоква йывăççи тымарĕ таранах типсе ларнине курнă.

(21) Вара Петр, аса илсе, Иисуса каланă: «Равви! Пăх-ха, хайхи Эсĕ ылханнă смоква йывăççи типсе ларнă».

(22) Иисус вĕренекенĕсене çапла тавăрса каланă:

(23) «Турра ĕненĕр! Чăн калатăп сире, кам çак тăва: „Вырăнунтан тапран та тинĕсе кĕрсе ÿк“, – тесе чун-чĕрипе иккĕленмесĕр, хăй калани пурнăçланасса ĕненсе калать, вăл кирек мĕн калани те пулатех.

(24) Çавăнпа калатăп сире: эсир кĕлтунă чухне мĕн ыйтатăр, çавна парасса ĕненĕр – вара илетĕрех.

(25) Кама та пулин кÿреннĕ пулсан, кĕлĕ тунă чухне эсир ăна каçарăр. Вара Çÿлти Аçăр та сирĕн çылăхăрсене каçарĕ.

(26) Эсир каçармастăр пулсан, Çÿлти Аçăр та сирĕн çылăхăрсене каçармĕ».

Кам Сана çакнашкал ирĕк панă

(27) Иисуспа вĕренекенĕсем каллех Иерусалима тавăрăннă. Вăл Турă Çуртĕнче çÿренĕ чухне Ун патне аслă священниксемпе саккун вĕрентÿçисем тата ятлă-сумлă çынсем пынă.

(28) «Эсĕ çакна мĕнле тивĕçпе тăватăн? Кам Сана çакнашкал ирĕк панă?» – тесе ыйтнă вĕсем.

(29) Иисус вĕсене хирĕç çапла каланă: «Манăн та сирĕнтен пĕр сăмах ыйтмалли пур. Эсир çавна хуравласан, эпĕ те сире çакна мĕнле тивĕçпе тунине пĕлтерĕп.

(30) Калăр-ха Мана: Иоанн шыва кĕртни çÿлтен е этемрен пулнă?»

(31) Лешсем вара пĕр-пĕринпе канашлама пуçланă: «Çÿлтен», – тесен, «Эсир Иоана мĕншĕн ĕненмерĕр?» – тейĕ Вăл.

(32) «Этемрен», – тесе вара вĕсем халăхран хăранипе калайман, мĕншĕн тесен пурте Иоана чăн-чăн пророк тесе шутланă.

(33) «Пĕлместпĕр», – тенĕ вара вĕсем Иисуса. «Эппин Эпĕ те сире çакна мĕнле тивĕçпе тунине каламастăп», – тавăрнă вĕсене Иисус.

Марк 12

Усал пахчаçăсем çинчен каланă ытарлăх

(1) Иисус вĕсене ытарлăн калама пуçланă: «Пĕр çын иçĕм çырли лартса пахча тунă, йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. Унтан вăл сĕткен пусса кăлармалли юхтаркăч чавнă тата хурал пÿрчĕ лартнă. Вара пахчине тара панă та хăй урăх çĕре тухса кайнă.

(2) Иçĕм çырли татма вăхăт çитсессĕн вăл тарçине пахчаçăсем патне çырла илме янă.

(3) Анчах та лешсем тарçăна тытнă та хĕнесе тăкса пуш алăпах янă.

(4) Вара хуçа вĕсем патне тепĕр тарçине янă. Вĕсем ăна та пуçне чулпа персе шăтарса, мăшкăл туса янă.

(5) Тата тепĕр тарçине янă та, пахчаçăсем ăна вĕлернĕ. Ытти янă тарçăсене те е хĕненĕ, е вĕлернĕ.

(6) Çав хуçан пĕртен-пĕр савнă ывăлĕ пулнă. „Ывăлăмран вăтанĕçех“, – тенĕ те вăл юлашкинчен пахчаçăсем патне хайхи ывăлне янă.

(7) Анчах та пахчаçăсем, хуçа ывăлне курсан, пĕр-пĕрне çапла каланă: „Ашшĕн пурлăхĕ çакна юлмалла, атьр ăна вĕлерер те тивĕçлĕ еткерне хамăр илер“.

(8) Вара вĕсем ăна тытса вĕлернĕ те иçĕм çырли пахчинчен кăларса пăрахнă.

(9) Çавăн хыççăн пахча хуçи мĕн тăвĕ? Вăл пырĕ те пахчаçăсене вĕлерттерĕ, пахчине урăххисене парĕ.

(10) –

(11) „Çурт тăвакансем пăрахăçланă чул никĕсри тĕп чул пулса тăчĕ; çакна Хуçамăр турĕ, çакна эпир пăхса ытараймастпăр“, – тенĕ Çырнинче. Эсир çавна та вуламан-им?»

(12) Хайхи Иисуса илĕртсе тĕрĕслекенсем çак ытарлăха хăйсем çинчен каланине ăнланса илнĕ те Ăна ярса тытасшăн пулнă, анчах та халăхран хăранă. Вара вĕсем çавăрăнса утнă.

Рим патшине тÿлемелли налук

(13) Унтан вĕсем, Иисус каланинче айăпламалли сăлтав тупасчĕ тесе, Ун патне темиçе фарисея тата Ирод майлисене янă.

(14) Лешсем пынă та Ăна çапла каланă: «Вĕрентекен! Эсĕ тÿрĕлĕхлĕ пулнине, никама та юрама тăрăшманнине эпир пĕлетпĕр. Эсĕ çынна кам пулнине кура хакламастăн, чăнах та Турă çулĕ çинчен вĕрентетĕн. Эппин каласамччĕ: эпир Рим патшине налук тÿлени тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и? Çав налука пирĕн памалла-и, памалла мар-и?»

(15) Анчах та Иисус, вĕсен чеелĕхне пĕлсе тăрса, çапла каланă: «Мĕн эсир Мана илĕртсе тĕрĕслетĕр? Мана пĕр динарийлĕх укçăра илсе килсе кăтартăр-ха».

(16) Лешсем илсе пынă. Иисус вĕсене каланă: «Çакăнта кам сăнне çаптарнă, кам ятне çырнă?» «Патшанне», – тенĕ Ăна вĕсем.

(17) Вара Иисус, вĕсене хуравласа, çапла каланă: «Патшанне патшана парăр, Туррăнне – Турра». Унăн сăмахĕсене илтсен вĕсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ.

Вилнисем чĕрĕлсе тăрасси çинчен ыйтни

(18) Унтан Иисус патне вилнисем чĕрĕлсе тăрасса ĕненмен саддукейсем пырса ыйтнă:

(19) «Вĕрентекен! Моисей пирĕн валли çапла çырса хăварнă: „Камăн та пулин ача-пăчасăр пиччĕшĕ вилсен, арăмĕ тăлăха юлсан, шăллĕ унăн арăмне качча илтĕр, пиччĕшĕн йăхне тăстăр“.

(20) Пĕр кил-йышра çичĕ пĕртăванччĕ. Асли авланчĕ те ача-пăчасăрах вилчĕ,

(21) вара унăн арăмне иккĕмĕшĕ илчĕ. Вăл та ача-пăчаллă пулаймасăрах вилчĕ. Виççĕмĕшĕпе те çаплах пулчĕ.

(22) Çав арăма умлăн-хыçлăн çиччĕшĕ те качча илчĕç пулин те, ача-пăча таврашĕ юлмарĕ. Пуринчен кайран арăмĕ те вилчĕ.

(23) Ĕнтĕ вилнисем чĕрĕлсе тăрас вăхăт çитсен вăл хăшĕн арăмĕ пулĕ-ши? Çиччĕшĕ те унпа пурăннă-çке-ха».

(24) Иисус вĕсене çапла хуравланă: «Эсир Çырнине те, Турă хăватне те пĕлмесĕр çак тĕслĕхпех аташатăр-и?

(25) Вилнĕ çынсем, чĕрĕлсе тăрсан, авланмĕç те, качча та каймĕç, вĕсем тÿпери ангелсем пек пулĕç.

(26) Вилнисем чĕрĕлсе тăрасси пирки вара Моисей кĕнекинче каланă. Çунса тăракан тĕмĕ çинчен каланă тĕле вуламан-им эсир? Унта Турă ăна: „Эпĕ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – темен-им?

(27) Турă вăл вилнисен Турри мар, чĕррисен Турри. Çапла вара, эсир пит йăнăш шухăшлатăр».

Чи аслă пил-хушу

(28) Саккун вĕрентÿçисенчен пĕри, вĕсем тавлашнине курса тăрса, Иисус саддукейсене епле аван тавăрса каланине илтсе, патнерех пынă. «Чи аслă пил-хушу хăшĕ?» – тесе ыйтнă вăл Иисусран.

(29) Вара Иисус çапла хуравланă: «Малтанхи пил-хушу çакă: „Эй, Израиль халăхĕ, итле! Пирĕн Хуçа Туррăмăр – пĕртен-пĕр Хуçамăр.

(30) Хуçа Турруна пĕтĕм чĕререн, пĕтĕм чунран, пĕтĕм с-халтан, пĕтĕм вăй-халтан юрат“. Çакă – чи аслă пил-хушу!

(31) Иккĕмĕшĕ те çавнашкалах аслă: „Çывăх çыннуна хăвна юратнă пек юрат“. Çаксенчен аслăрах пил-хушу урăх çук», – тенĕ Вăл.

(32) «Вĕрентекен! Эсĕ чаплă хурав патăн, – тенĕ вара Ăна саккун вĕрентÿçи. – Турă пĕрре анчах, Унран урăххи çук тесе Эсĕ чăннине каларăн.

(33) Ăна пĕтĕм чĕререн, пĕтĕм ăс-халтан, пĕтĕм чунран, пĕтĕм вăй-халтан юратмаллине те, çывăх çынна хăвна юратнă пек юратмаллине те Эсĕ тĕрĕс каларăн. Çак пил-хушусене тытса пыни кирек епле парнерен те – пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿнинчен те, ыттисенчен те – пахарах».

(34) Саккун вĕрентÿçи ăслă калаçнине кура Иисус ăна çапла каланă: «Эсĕ Турă Патшалăхĕнчен инçех те мар». Çавăнтан кайран никам та Ăна ыйтусем пама хăяйман.

Турă Суйласа илни кам йăхĕнчен пулмалла

(35) Турă Çуртĕнче тата малалла вĕрентсе Иисус çапла каланă: «Епле-ха саккун вĕрентÿçисем Турă Суйласа илни Давид йăхĕнчен пулмалла теççĕ?

(36) Давид хăй те, Святой Сывлăш витĕмĕпе, çапла каланă пулнă-çке: „Хуçамăр манăн Хуçама çапла каланă: Эпĕ Санăн тăшманусене уру айне тăвиччен Эсĕ Манăн сылтăм енче лар“.

(37) Çапла вара, Давид хăй Ăна Хуçам тет. Эппин епле-ха Вăл унăн йăхĕнчен пулма пултарать?» Темĕн чухлĕ халăх Ăна савăнса итлесе тăнă.

Саккун вĕрентÿçисенчен асăрхаттарни

(38) Малалла Иисус çапла вĕрентсе каланă: «Саккун вĕрентÿçисенчен асăрханăр. Вĕсем вăрăм тумтирпе саркаланса çÿреме юратаççĕ, халăх йышлă çĕрте хăйсене саламланине килĕштереççĕ.

(39) Синагогăра вĕсем малта ларма, ĕçкĕ-çикĕре кĕрекере ларма юратаççĕ.

(40) Çавсене, тăлăх арăмсене кил-çуртсăр хăваракансене, çын умĕнче юриех нумайччен кĕлтăвакансене, ыттисенчен те йывăртарах айăплав пулĕ».

Тăлăх арăмăн икĕ вак укçи

(41) Иисус парне арчине хирĕç ларнă та çынсем унта укçа янине сăнанă. Пуянсенчен чылайăшĕ нумай хунă.

(42) Унтан пĕр чухăн тăлăх хĕрарăм пынă та пĕр кодрант чухлĕ икĕ вак укçа хунă.

(43) Вара Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене чĕнсе илсе çапла каланă: «Чăн калатăп сире: çак чухăн тăлăх хĕрарăм укçа хуракансенчен пуринчен те ытларах хучĕ.

(44) Мĕншĕн тесен пурте арчана ытлашшине ячĕç, ку тăлăх хĕрарăм вара пур-çук юлашки укçине хучĕ, хăйне пурăнмалăх укçине пĕтĕмпех арчана ячĕ».

Марк 13

Турă Çуртне аркатасси çинчен

(1) Иисус Турă Çуртĕнчен тухнă чухне Ăна пĕр вĕренекенĕ çапла каланă: «Вĕрентекен! Кур-ха, çурчĕсем те, вĕсене купаланă чулĕсем те епле чаплă!»

(2) Иисус ăна хирĕç каланă: «Куратăн-и çак капмар çуртсене? Çакăнта чул çинче чул та юлмĕ, йăлтах аркатĕç».

(3) Тепĕртакран, Иисус Елеон тăвĕ çинче Турă Çурчĕ курăнакан вырăнта ларнă чухне, Петрпа Иаков тата Иоанпа Андрей Унпа куçа-куçăн юлсассăн çапла ыйтнă:

(4) «Каласамччĕ пире: вăл хăçан пулĕ? Çавсем пурте пуласса мĕнле паллă тăрăх пĕлмелле?»

(5) Вĕсене хуравласа вара Иисус çапла кала пуçланă: «Хăвăра кам та пулин илĕртсе улталасран асăрханăр,

(6) мĕншĕн тесен Ман ятăмпа килекенсем нумай пулĕç. „Эпĕ – Христос“, – тесе вĕсем чылайăшне улталĕç.

(7) Вăрçăсем çинчен илтсен, вăрçă хыпарĕсем илсен, хăраса ан ÿкĕр, мĕншĕн тесен çапла пулмалла та, анчах ку пĕтес вăхăт мар-ха.

(8) Халăх çине халăх тапăнĕ, патшалăх çине патшалăх вăрçăпа тухĕ, тĕллĕн-тĕллĕн çĕр чĕтренĕ, выçлăх пуçланĕ, халăх пăлханĕ. Çапах та ку – хĕн-хур пуçламăшĕ кăна-ха.

(9) Эсир вара хăвăра хăвăр сыхланса пурăнăр! Сире суд тума тытса парĕç, синагогăсенче хĕнĕç. Мана пула сире пуçлăхсемпе патшасем умне Ман çинчен çирĕплетсе пĕлтермешкĕн тăратĕç.

(10) Анчах та малтан пур халăхсем хушшинче те Ырă Хыпар сарăлса çитмелле.

(11) Сире суда тытса пама илсе кайнă чухне мĕн калас тесе малтанах ан кулянăр, ан шухăшлăр. Çав самантра мĕн каламалли хăех тупăнĕ, мĕншĕн тесен калаканĕ эсир мар, Святой Сывлăш пулĕ.

(12) Тăванĕ – тăванне, ашшĕ ачисене вĕлерме тытса парĕ. Ачи-пăчисем ашшĕ-амăшне хирĕç кайĕç, вĕсене вилĕм кÿрĕç.

(13) Ман ятăмшăн сире пурте курайми пулĕç. Кам вĕçне çитичченех тÿсĕ, çав çăлăнĕ».

Хăрушă асап-хуйхă çитесси çинчен

(14) «Даниил пророк калани çитсен, ирсĕр пулмалла мар вырăн ирсĕрлĕхпе юхăнса тăнине курсан, – вулакан çакна ăнлантăр, – Иудея халăхĕ тусем çине тартăр.

(15) Кил хушшинчи çын япала таврашĕ илес тесе пÿрте кĕрсе-туса ан тăтăр.

(16) Хирти çын та тумтир таврашĕ илес тесе каялла ан тавăрăнтăр.

(17) Çав кунсенче йывăр çын пулнă хĕрарăмсене, кăкăр çитерекен амăшĕсене пысăк хуйхă пулĕ.

(18) Тарса хăтăлас вăхăт хĕлле ан пултăрччĕ çеç тесе кĕлтăвăр.

(19) Мĕншĕн тесен ун чухне хăрушă асап-хуйхă пулĕ. Унашкалли Турă пултарнă тĕнче пуçланнăранпа халиччен пулман та, пулас та çук.

(20) Хуçа Турă асап кунĕсен шутне чакарман пулсан, никам та çăлăнса юлаяс çукчĕ. Анчах та Хăй суйласа илнисене хĕрхенсе Вăл çав кунсен шутне чакарĕ.

(21) Çавăн чухне кам та пулин сире: „Христос акă кунта“ е: „Авă унта“, – тесен, ан ĕненĕр.

(22) Мĕншĕн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупăнĕç. Вĕсем, тĕлĕнмелле паллăсемпе хăватсем кăтартса, май килсен суйласа илнисене те илĕртсе улталама пăхĕç.

(23) Эсир вара сыхă пулăр. Çаксем пирки Эпĕ сире малтанах каласа хурас терĕм».

Этем Ывăлĕ килесси çинчен

(24) «Çав кунсенче, асап хыççăн, хĕвел тĕттĕмленĕ, уйăх çути сÿнĕ.

(25) Тÿпери çăлтăрсем ÿкĕç, çÿлти вăй-хăватсем кисренсе кайĕç.

(26) Унтан çынсем тÿпери пĕлĕтсем çинче аслăран та аслă хăватпа тата мухтавпа килекен Этем Ывăлне курĕç.

(27) Çавăн чухне Вăл Хăйĕн ангелĕсене ярĕ, Хăй суйласа илнĕ çыннисене тĕнчен тăватă енчен те, çĕр хĕрринчен пуçласа пĕлĕт хĕррине çитичченех

Смоква йывăççипе танлаштарни

(28) «Илер-ха, тĕслĕхрен, смоква йывăççине. Унăн турачĕсем папка кăларса ешере пуçласан эсир çу çывхарнине пĕлетĕр.

(29) Çавнашкалах эсир те, Эпĕ калани пурнăçланса пынине курсан, çак тĕнче пĕтес вăхăт çывхарнине, алăк умнех çитнине пĕлсе тăрăр.

(30) Чăн калатăп сире: çавсем пурте çак ăру пĕтичченех пулса иртĕç.

(31) Çĕрпе пĕлĕт те пĕтĕ, Ман сăмахăмсенчен пĕри те пĕтмĕ».

Сыхă пулма чĕнни

(32) «Çавă хăш кун, хăш сехетре пуласса никам та пĕлмест, тÿпери ангелсем те, Ывăлĕ те пĕлмест. Ăна пĕртен-пĕр Атте Турă кăна пĕлет.

(33) Астăвăр, сыхă пулăр, кĕлтăвăр, мĕншĕн тесен çав вăхăт хăçан çитессе пĕлме пултараймастăр.

(34) Ун чухне ак çак ытарлăхра каланă пек пулĕ. Пĕр çын инçе çула кайма пуçтарăннă. Килтен кайиччен вăл кашни тарçинех харпăр-хăй ĕçĕшĕн яваплă пулма, хапха хуралçине сыхă пулма хушса хăварнă.

(35) Çапла вара сыхă пулăр, мĕншĕн тесен кил хуçи те каçпа, те çур çĕрте, те автан авăтсан, те ирхине килет. Эсир ăна пĕлме пултараймастăр.

(36) Астăвăр, вăл сасартăк эсир çывăрнă тĕле килсе ан тухтăрччĕ.

(37) Çакна сире кăна мар, пурне те калатăп: сыхă пулăр».

Марк 14

Иисуса хирĕç тунă кавар

(1) Тата тепĕр икĕ кунтан пасха тата тутлăлла çăкăр уявĕ çитмелле пулнă. Аслă священниксемпе саккун вĕрентÿçисем Иисуса епле те пулин чеелĕхпе тытса вĕлерме май шыранă.

(2) Анчах та вĕсем çапла калаçса килĕшнĕ: «Иисуса уяв вăхăтĕнче тытас мар, ахальлĕн халăх пăлханса кайĕ».

Иисуса Вифанире çупа сĕрни

(3) Иисус Вифанире юхан-суранлă Симон патĕнче хăнара пулнă чухне çавăнта пĕр хĕрарăм кĕнĕ. Вăл алебастр савăтпа таса та хаклă йышши нардран тунă ырă шăршăллă мирă илсе пынă. Хĕрарăм, чул савăтне çапса уçса, Унăн пуçне çав çупа сĕре пуçланă.

(4) «Мĕне кирлĕччĕ мирăна пĕтерсе кунашкал тăкакланни?» – тарăхса калаçнă хăш-пĕр хăнисем.

(5) «Ăна виç çĕр динарийрен те ытлараха сутса укçине чухăнсене пама пулатчĕ», – тесе ÿпкеленĕ вĕсем хĕрарăма.

(6) Вара Иисус çапла каланă: «Ан тивĕр ăна, мĕншĕн эсир хĕрарăма пăшăрхантаратăрВăл Маншăн ырă ĕç турĕ.

(7) Чухăнсем сирĕн яланах пулĕç, эсир вĕсене хăçан ырă тăвас тетĕр, çавăн чухне пулăшма пултаратăр. Эпĕ вара сирĕнпе яланах пулас çук.

(8) Çак хĕрарăм хăй мĕн тума пултарнине турĕ: Ман ÿтĕме пытарма хатĕрлесе çу сĕрчĕ.

(9) Чăн калатăп сире: çак Ырă Хыпара ăçта вĕрентĕç, çавăнта – пĕтĕм тĕнчипех – ку хĕрарăма та аса илĕç, вăл мĕн туни çинчен те калаçĕç».

Иуда Искариот сутăнчăклăхĕ

(10) Вун иккĕшĕнчен пĕри вара, Иуда Искариот, Иисуса аслă священниксене тытса парас шухăшпа вĕсем патне кайнă.

(11) Лешсем Иуда шухăшне пĕлсессĕн хĕпĕртесех ÿкнĕ, ăна кĕмĕл укçа пама пулнă. Вара вăл Иисуса тытса пама меллĕ вăхăт шыранă.

Пасха апачĕ тума хатĕрленни

(12) Тутлăлла çăкăр уявĕн малтанхи кунĕнче, пасха валли путек пусмалли вăхăтра, вĕренекенĕсем Иисуса каланă: «Эсĕ пасха апачĕ ăçта çиес тетĕн? Эпир кайса хатĕрлĕпĕр».

(13) Вара Иисус Хăйĕн икĕ вĕренекенне çапла каласа янă: «Хулана кайăр, унта сире кăкшăмпа шыв çĕклесе пыракан пĕр çын тĕл пулĕ. Эсир çав çын хыççăн кайăр.

(14) Вăл кĕрекен çуртри кил хуçине çапла калăр: „Вĕрентекен акă мĕн ыйтать: Эпĕ Хамăн вĕренекенĕмсемпе пасха апачĕ çиес пÿлĕм хăшĕ?“

(15) Кил хуçи сире янтăласа хунă пысăк та хăтлă пÿлĕм кăтартĕ. Хамăр валли пасха апачĕ çавăнта хатĕрлĕр».

(16) Вĕренекенĕсем кайнă, хулана çитнĕ. Пĕтĕмпех Иисус каланă пек пулса иртнĕ. Унтан вĕсем пасха апачĕ хатĕрленĕ.

Каçхи вăрттăн апатлану

(17) Каç пулсан Вун иккĕшĕпе пĕрле Иисус унта пынă.

(18) «Чăн калатăп сире, – тенĕ Иисус каçхи апат çинĕ чухне, – сирĕнтен пĕри, Манпа пĕрле çиекенскерех, Мана тытса парĕ».

(19) Вĕренекенĕсем хуйха ÿкнĕ, вара пĕрин хыççăн тепри Ăна: «Эпĕ марах!» – теме пуçланă.

(20) «Вун иксĕртен пĕри, Манпа пĕрле пĕр чашăкран çăкăр пуçса çиекенни, – тавăрнă Иисус вĕсене.

(21) – Тепĕр тесен, Этем Ывăлĕ Çырнинче палăртса хунă çулпа пырать. Анчах Этем Ывăлне тытса паракана хуйхă пулĕ: çав çынна çураличчен çуралманни лайăхрах пулнă пулĕччĕ».

(22) Каçхи апат çинĕ чухне Иисус çăкăра илсе Турра тав тунă та вĕренекенĕсене хуçа-хуçа парса: «Илĕр, çийĕр, çакă – Манăн Ÿтĕм», – тенĕ.

(23) Унтан куркине илсе Турра тав тунă, вара çав куркаран пурте ĕçнĕ.

(24) Иисус вĕсене çапла каланă: «Çак хĕрлĕ эрех – Çĕнĕ Халала çирĕплетекен, нумай çыншăн юхакан Манăн Юнăм.

(25) Чăн калатăп сире: ĕнтĕ Эпĕ иçĕм çырли эрехне Турă Патшалăхĕнче çĕнĕ эрех ĕçес кунчченех урăх ĕçеймĕп».

(26) Вара, Турра мухтаса юрланă хыççăн, Иисуспа вĕренекенĕсем Елеон тăвĕ çине кайнă.

Петр тунасса Иисус малтанах калани

(27) Çавăн чухне Иисус вĕсене каланă: «Кĕçĕр эсир пурте Мана шанма пăрахатăр, мĕншĕн тесен Çырнинче çапла каланă: „Кĕтÿçне пĕтерĕп те, сурăхĕсем саланса кайĕç“.

(28) Чĕрĕлсе тăнă хыççăн вара Эпĕ Галилейăра сирĕнтен те маларах пулăп».

(29) «Сана пурте шанми пулсан та, эпĕ шанăп», – тенĕ Ăна Петр.

(30) «Чăн калатăп сана, – тенĕ вара ăна Иисус, – кĕçĕрех, автан иккĕ авăтма ĕлкĕричченех, эсĕ Мана виçĕ хутчен пĕлмĕш пулăн».

(31) «Санпа пĕрле вилмелле пулсассăн та Санран тунас çук», – тенĕ Петр çине тăрсах. Ыттисем те çавнашкалах каланă.

Елеон тăвĕ çинче кĕлтуни

(32) Унтан вĕсем Гефсимани текен вырăна пынă. «Эпĕ кайса кĕлтунă вăхăтра çакăнтах ларăр-ха», – тенĕ вĕренекенĕсене Иисус.

(33) Вара Хăйпе пĕрле Вăл Петра тата Иаковпа Иоана илсе кайнă та калама çук вăйлăн хуйхăра пуçланă.

(34) «Манăн чунăм вилесле хурланать, эсир çакăнта Манпа пĕрле пулăр-ха, ан çывăрăр», – тенĕ вĕсене Иисус.

(35) –

(36) Вара кăштах аяккалла пăрăннă та: «Май пулсассăн, çак асап вăхăчĕ Манран иртинччĕ. Эй, Авва Аттем! Эсĕ пурне те тума пултаратăн. Çак асап куркине Манран ирттерсемччĕ. Çапах та Эпĕ тăвас тенĕ пек мар, Эсĕ тăвас тенĕ пек пултăр», – тесе çĕре ÿксе кĕлтунă.

(37) Унтан вĕренекенĕсем патне пынă та лешсем çывăрнине курнă. «Симон, эсĕ çывăратăн-и? Пĕр сехет те пулин çывăрмасăр тÿсеймерĕн-и? – тенĕ Петра.

(38) – Илĕртнипе çылăха кĕрес марччĕ тесе, сыхă пулăр, кĕлтăвăр: этемĕн чун-чĕмĕ çирĕп, ÿт-пĕвĕ вара хавшак».

(39) Унтан Иисус, каллех пăрăнса, малтанхи пекех каласа кĕлтунă.

(40) Вĕренекенĕсем патне пырсан Вăл лешсем каллех çывăрнине курнă. Ыйхă пуссах çитернипе вĕсем Иисуса ним тавăрса калама та аптăранă.

(41) Унтан, виççĕмĕш хут кĕлтуса тавăрăнсан, Иисус вĕренекенĕсене çапла каланă: «Эсир çаплах çывăратăр-и, канатăр-и? Вăхăт çитрĕ ĕнтĕ: акă Этем Ывăлне çылăхлă çынсен аллине тытса параççĕ.

(42) Тăрăр та каяр! Акă Мана сутакан та çывăхрах».

Иисуса тытни

(43) Вăл çапла каласа тăнă вăхăтрах Вун иккĕшĕнчен пĕри, Иуда, тата унпа пĕрле хĕçсемпе шалçасем йăтнă темĕн чухлĕ халăх пырса çитнĕ. Вĕсене аслă священниксемпе саккун вĕрентÿçисем тата ятлă-сумлă çынсем янă пулнă.

(44) Сутаканĕ вĕсемпе çапла калаçса татăлнă пулнă: «Эпĕ Кама чуптăвăп, Çавă Иисус пулĕ. Эсир Ăна ярса тытăр та хуралласа илсе кайăр».

(45) Вăл çавăнтах Иисус патне пынă та: «Равви! Равви!» – тесе Ăна чуптунă.

(46) Лешсем вара, Ун çине алă çĕклеме хăйса, Ăна ярса тытнă.

(47) Çав вăхăтра Иисуспа пулнисенчен пĕри хĕçне туртса кăларнă та, аслă священник чури çине сулса ярса, унăн хăлхине касса татнă.

(48) Çавăн чухне Иисус Хăйне сырса илнисене каланă: «Мана тытма эсир, вăрă-хураха хирĕç тухнă пек, хĕçсемпе, шалçасемпе тухрăр.

(49) Эпĕ куллен Турă Çуртĕнче сирĕнпе пултăм, вĕрентрĕм; ун чухне эсир Мана тĕкĕнмерĕр. Çырнинче мĕн калани пурнăçлантăр, тытăрах эппин».

(50) Çавăн чухне Ăна пурте пăрахса тарнă.

(51) Çара ÿчĕ çинченех пĕркенчĕк уртса янă пĕр темле çамрăк çеç Иисус хыççăн утнă, анчах салтаксем ăна та ярса тытнă.

(52) Вара çав çамрăк, пĕркенчĕкне вĕсен аллинче хăварса, çарамассăнах тарнă.

Иисуса синедриона илсе пыни

(53) Иисуса чи аслă священник патне илсе кайнă. Вара çавăнта ытти аслă священниксемпе ятлă-сумлă çынсем, саккун вĕрентÿçисем пухăннă.

(54) Петр вара аслă священник çурчĕ патне çитичченех Иисус хыççăн чылай каярахра утса пынă. Картишне кĕрсессĕн вăл унти тарçăсемпе пĕрле кăвайт умне ăшăнма ларнă.

(55) Аслă священниксем тата синедрионра ларакан ытти çынсем, Иисуса вĕлерттерес тесе, Ăна судра айăпламалли сăлтав шыранă, анчах тупайман.

(56) Ун çинчен нумайăшĕ суйса айăп кăтартнă, анчах вĕсем кăтартнисем çителĕксĕр пулнă.

(57) Хăшĕ-пĕрисем ура çине тăрсах Ăна хирĕç çапла суйса пĕлтернĕ:

(58) «„Этем аллипе тунă çак Турă Çуртне аркатма, унтан тепĕр виçĕ кунран урăххине, этем аллипе туманнине, çĕнĕрен туса лартма пултаратăп“, – тенине эпир хамăр илтрĕмĕр».

(59) Анчах вĕсем çапла кăтартни те айăплама çителĕксĕр пулнă.

(60) Вара аслă священник мала тухса тăнă та Иисусран ыйтнă: «Вĕсем Сана хирĕç айăп кăтартаççĕ, Санăн тавăрса каламалли нимĕн те çук-им?»

(61) Иисус чĕнмен, хирĕç тавăрса нимĕн те каламан. Аслă священник каллех ыйту панă. «Эсĕ Христос-и? Мухтавлă Турă Ывăлĕ-и?» – тесе ыйтнă Унран.

(62) «Эпĕ, – тенĕ вара Иисус. – Ĕнтĕ эсир Этем Ывăлĕ, Хăватлин сылтăм енче ларса, тÿпери пĕлĕтсем çинче килнине курăр».

(63) Çакна илтсен, тарăхнипе, аслă священник хăй çийĕнчи тумтирне çурса янă. «Унăн айăпне кăтартакан мĕн тума кирлĕ тата пире? – тенĕ вăл.

(64) – Вăл Турра хурланине хăвăрах илтрĕр! Çакăн пирки эсир мĕн шухăшлатăр?» «Айăплă, вĕлермелле», – тенĕ вара вĕсем пурте.

(65) Хăшĕ-пĕрисем Ун çине сура пуçланă, Иисусăн питне хупласа, çапа-çапа каланă: «Пророк пулсан кам çапнине кала!» Ăна тарçăсем те питрен çупа-çупа янă.

Петр Иисуса пĕлмĕш пулни

(66) Петр çав хушăра тулта, картишĕнче ларнă. Аслă священникăн хĕрарăм тарçи, пырсан,

(67) Петр кăвайт умĕнче ăшăнса ларнине курнă. Вара ун çине тинкеререх пăхса çапла каланă: «Эсĕ те Назаретри Иисуспа пĕрлехчĕ».

(68) Анчах та Петр, Иисусран тунса: «Эсĕ мĕн калаçнине пĕлместĕп те, ăнланаймастăп та», – тенĕ. Вара малти картишне тухнă, çавăнтах автан авăтса янă.

(69) Хĕрарăм тарçă ăна каллех асăрханă та çавăнта тăракансене: «Ку çын çавсен ушкăнĕнченех», – тесе кала пуçланă.

(70) Петр каллех туннă. Тепĕртакран çавăнта тăракансем Петра татах çапла каланă: «Эсĕ чăнах та çавсен ушкăнĕнченех. Мĕншĕн тесен эсĕ – Галилея çынни, калаçни-туни те вĕсен евĕрлех».

(71) Вăл вара пĕтĕм чĕререн: «Эсир калакан Çынна эпĕ пĕлместĕпех», – тесе тупа тăва пуçланă.

(72) Çав самантрах автан иккĕмĕш хут авăтса янă. Петр вара хăйне Иисус «автан иккĕ авăтма ĕлкĕричченех эсĕ Мана виçĕ хутчен пĕлмĕш пулăн» тенине аса илнĕ те йĕрсе янă.

Марк 15

Иисус Пилат патĕнче

(1) Ирхине, тул çутăлсанах, аслă священниксем, ятлă-сумлă çынсем, саккун вĕрентÿçисем – синедрионра ларакансем пурте канашласа йышăннипе Иисуса çыхса Пилат патне илсе кайнă.

(2) «Эсĕ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнă Унран Пилат. «Эсĕ ху çапла каларăн», – тавăрнă ăна Иисус.

(3) Аслă священниксем Ăна хирĕç тем тĕрлĕ айăплав та кăларса тăратнă.

(4) Вара Пилат каллех Унран çапла ыйтнă: «Куратăн-и, Сана хирĕç мĕн чухлĕ айăплав сăмахĕ калаççĕ. Эсĕ мĕншĕн нимĕн те чĕнместĕн?»

(5) Анчах Иисус çакна хирĕç те нимĕн те тавăрса каламан, ку вара Пилата

Иисуса вĕлерме ыйтни

(6) Кашни пасха уявĕ тĕлне вăл тĕрмере ларакансенчен пĕрне халăх ыйтнипе ирĕке кăларнă.

(7) Çавăн чухне пĕр Варавва ятлă çын ытти пăлхавçăсемпе пĕрле тĕрмере ларнă. Вĕсем пăлхав вăхăтĕнче çын вĕлернĕ пулнă.

(8) Халăх Пилатран йăлана кĕнĕ йĕркене пурнăçлама кăшкăра-кăшкăра ыйта пуçланă.

(9) Пилат вĕсене çапла тавăрса каланă: «Сире Иудея Патши текеннине кăларса парас мар-и? Килĕшетĕр-и?»

(10) Аслă священниксем Иисуса кураймасăр тытса панине пĕлнĕрен Пилат çапла ыйтнă.

(11) Анчах аслă священниксем Иисус вырăнне Вараввăна кăларма ыйтмашкăн халăха пăлхатса янă.

(12) Пилат каллех вĕсене тавăрса çапла каланă: «Хăвăр Иудея Патши текеннине манăн мĕн тумалла вара?»

(13) Вĕсем каллех кăшкăра пуçланă. «Пталаттар Ăна!» – кăшкăрнă вĕсем çаплах.

(14) «Мĕн усалли тунă вара Вăл?» – тенĕ Пилат вĕсене. Анчах та халăх тата хытăрах: «Пталаттар Ăна!» – тесе кăшкăрнă.

(15) Вара Пилат, халăх кăмăлне юрас тесе, Вараввăна тĕрмерен кăларттарнă, Иисуса, чĕн пушăпа хĕнеттерсе, пăталама хушнă.

Иисусран мăшкăлласа кулни

(16) Салтаксем Ăна претори картишне илсе кĕртнĕ те унта пулккипех ытти салтаксене пухнă.

(17) Вара Ăна патшалла хĕрлĕ тум тăхăнтартнă, Ун пуçне йĕплĕ кÿкен хуллинчен явнă пуç кăшăлĕ тăхăнтартнă.

(18) Вара Ăна хисепленçи пулса: «Сывă пултăр Иудея Патши!» – тесе саламлама пуçланă.

(19) Салтаксем Иисус çине сура-сура Ăна пуçĕнчен туяпа çапса пĕтернĕ, Ун умне чĕркуçленсе ларса пуç тайнă пек хăтланнă.

(20) Унтан, мăшкăлласа тăрансан, Ун çийĕнчи хĕрлĕ тумне хывса илнĕ те Хăйĕн тумтирне тăхăнтартнă. Вара Ăна пăталама илсе кайнă.

Иисус Христоса пăталани

(21) Çул çинче вĕсем хиртен тавăрăнакан Симон ятлă Киринея çыннине, Александрпа Руф ашшĕне, тĕл пулнă, Иисусăн хĕресне йăтса пыма çавна хушнă.

(22) Иисуса Голгофа ятлă вырăна илсе пынă, ку «Пуç купташки» тенине пĕлтерет.

(23) Вара Ăна смирнăпа хутăштарнă хĕрлĕ эрех ĕçтересшĕн пулнă, анчах Вăл ĕçмен.

(24) Иисуса пăталакансем Унăн тумтирне шăпа ярса пĕр-пĕрин хушшинче валеçнĕ.

(25) Ирхине тăхăр сехетре Иисуса хĕрес çумне пăталанă.

(26) Унăн айăпне кăтартса «Иудея Патши» тесе çырса çапнă.

(27) Унпа пĕрле икĕ хураха пăталанă: пĕрне – унран сылтăм енне, теприне – сулахай енне.

(28) Çапла «Ăна вăрă-хурах шутне кĕртĕç» тесе Çырнинче калани пурнăçланнă.

(29) Иртен-çÿренсем Ăна хурласа, пуçĕсене сулла-сулла çапла калаçкаланă: «Ай-яй, Турă Çуртне аркатакан, ăна виçĕ кун хушшинче çĕнĕрен туса лартакан!

(30) Халĕ Хăвна Ху çăлсам, хĕрес çинчен анса пăх-ха!»

(31) Аслă священниксемпе саккун вĕрентÿçисем те çавнашкалах Унран мăшкăлланă. Пĕр-пĕрин хушшинче çапла калаçкаланă: «Ыттисене çăлатчĕ, Хăйне Хăй çăлаймасть!

(32) Ĕнтĕ Христос, Израиль Патши текенскер, халĕ хĕрес çинчен антăр, эпир çакна курăпăр та вара Ăна ĕненме пуçлăпăр». Хăйĕнпе пĕрле пăталанисем те Унран йĕкĕлтесе кулнă.

Иисус Христос вилĕмĕ

(33) Кăнтăрла, вун икĕ сехетрен пуçласа виçĕ сехетчен, сасартăк пĕтĕм çĕр çинче сĕм тĕттĕм пулса ларнă.

(34) Виçĕ сехетре вара Иисус хыттăн кăшкăрса янă: «Элои! Элои! Ламма савахфани?» Ку «Эй, Турăçăм! Турăçăм! Мĕншĕн Эсĕ Мана пăрахрăн?» тени пулать.

(35) Çакна илтсен: «Вăл Илияна пулăшма чĕнет», – тенĕ çавăнта тăракансенчен хăшĕ-пĕри.

(36) Пĕри тата чупса кайнă та, хĕрхÿлентернĕ хĕрлĕ эрех сăхтарнă мунчалана патак вĕçне тирсе, Иисуса ĕçме панă. «Тăхтăр-ха, пăхса тăрар: Илия Ăна хĕрес çинчен антарма килет-и?» – тенĕ çавскер.

(37) Унтан Иисус хыттăн кăшкăрса янă та, Унăн юлашки сывлăшĕ тухнă.

(38) Çав вăхăтра Турă Çуртĕнчи чаршав çÿлтен аяла çитиччен çурмалла çурăлса аннă.

(39) Иисуса хирĕçех тăракан Рим çĕрпĕвĕ вара, Иисус çапла кăшкăрса юлашки сывлăшне кăларса янине курса: «Ку Çын чăнах та Турă Ывăлĕ пулнă-мĕн!» – тенĕ.

(40) Çавăнтах аякран пăхса тăракан хĕрарăмсем те пулнă: вĕсем хушшинче Мария Магдалина та, кĕçĕн Иаковпа Иосия амăшĕ Мария та, Саломия та пулнă.

(41) Вĕсем Иисус Галилейăра чухне те Ун хыççăн çÿренĕ, Ăна пулăшнă. Унта тата Иисуспа пĕрле Иерусалима пынă ытти хĕрарăмсем те нумаййăн пулнă.

Иисус ÿтне тупăклăха хуни

(42) Çакă эрне кун пулса иртнĕ, шăмат кун вара ĕçлеме юраман. Çавăнпа та, каç пулсан,

(43) Аримафея хулинче çуралса ÿснĕ Иосиф ятлă пĕр çын пынă та Иисус ÿтне ыйтма Пилат патне хăйса кĕнĕ. Иосиф иудейсен канашĕнче хисеплĕ çын шутланнă пулин те, хăй те Турă Патшалăхĕ килессе кĕтсе пурăннă пулнă.

(44) Иисус вилнĕ ĕнтĕ тесен Пилат тĕлĕннĕ. Вара вăл çĕрпĕве чĕнтерсе: «Иисус вилни нумай пулать-и?» – тесе ыйтнă.

(45) Иисус вилнине çĕрпÿ те пĕлтерсен, Пилат Унăн ÿтне Иосифа пама хушнă.

(46) Вара Иосиф йĕтĕн пир туяннă та Иисус ÿтне хĕрес çинчен антарнă. Унтан пирпе чĕркенĕ те чул ту хысакне касса тунă тупăклăха кайса хунă, шала кĕмелли шăтăк умне чул йăвантарса хунă.

(47) Мария Магдалинăпа Иосия Марийи Ăна ăçта пытарнине пăхса тăнă.

Марк 16

Иисус Христос чĕрĕлсе тăни

(1) Шăмат каç Мария Магдалина, Иаков амăшĕ Мария тата Саломия, Иисус ÿтне кайса сĕрес тесе, ырă шăршăллă çусем туяннă.

(2) Вырсарни кун, эрнен малтанхи кунĕнче, ирпе ирех, хĕвел тухнă вăхăтра, вĕсем тупăклăх патне кайнă.

(3) Çапла вĕсем: «Тупăклăх шăтăкĕ умĕнчи чула кам йăвантарса куçарса парĕ-ши пире?» – тесе пĕр-пĕринпе калаçкаласа пынă.

(4) Çитсессĕн пăхнă та курах кайнă: хайхи пысăк чула куçарса та хунă иккен.

(5) Унтан, тупăклăха кĕрсен, вĕсем сылтăм енче шап-шурă тум тăхăннă пĕр çамрăк ларнине асăрханă. Вара хĕрарăмсем тĕлĕннипе питĕ хăраса ÿкнĕ.

(6) «Ан хăрăр, – тенĕ ангел вĕсене. – Эсир хĕрес çине пăталанă Назаретри Иисуса шыратăр вĕт. Вăл вилĕмрен чĕрĕлнĕ. Вăл кунта çук халĕ. Акă Ăна хунă вырăн.

(7) Çапах та эсир Унăн вĕренекенĕсене тата Петра: „Иисус сире Хăй каланă пекех Галилейăра тĕл пулĕ, эсир Ăна унта курăр“, – тесе кайса калăр».

(8) Вара вĕсем тупăклăхран тухса тарнă, тĕлĕннипе питĕ хăраса ÿкнĕ. Хăранăран вара никама та ним те каламан.

Чĕрĕлсе тăнă Христос Мария Магдалинăна тата икĕ вĕренекенне курăнни

(9) Эрнен малтанхи кунĕнче, вырсарни кун, ирпе ирех чĕрĕлсе тăнă хыççăн Иисус чи малтан Хăй унччен çичĕ усал сывлăша хăваласа кăларнă Мария Магдалинăна курăннă.

(10) Мария çакăн çинчен Иисуспа пĕрле пулнисене, татăлса йĕрекенскерсене, кайса каласа кăтартнă.

(11) Анчах та вĕсем Иисус чĕрĕ пулнине те, Мария Ăна курнине те ĕненмен.

(12) Кайран Иисус çав ĕненменнисенчен иккĕшне, вĕсем пĕр яла кайнă чухне, çул çинче урăх сăн-сăпатлă пулса курăннă.

(13) Вара хайхисем каялла тавăрăннă та ыттисене каласа кăтартнă, анчах вĕсене те ĕненмен.

Чĕрĕлсе тăнă Иисус вун пĕр апостола курăнни

(14) Юлашкинчен Иисус вун пĕр вĕренекенне каçхи апат çисе ларнă чухне курăннă. Иисус вĕсене чунĕсем уçăлса çитейменшĕн, Хăй чĕрĕлсе тăнă хыççăн Ăна куракансене ĕненменшĕн ÿпкеленĕ.

(15) Унтан Иисус вĕсене çапла каланă: «Кайăр та пĕтĕм тĕнчипех пурне те Ырă Хыпар вĕрентсе çÿрĕр.

(16) Кам ĕненсе шыва кĕрĕ, çав çăлăнĕ. Кам ĕненмĕ, çавна юлашки судра айăплĕç.

(17) Ĕненекенсем çак хăватсене тума пултарĕç: Ман ятăмпа усалсене хăваласа кăларĕç; хăйсем халиччен пĕлмен чĕлхесемпе калаçĕç;

(18) çĕленсене алла тытĕç; пĕр-пĕр наркăмăш ĕçсен те сиенленмĕç; чирлисем çине аллисене хурсан, лешсем сывалĕç».

Иисус Христос тÿпене çĕкленни

(19) Çапла Хуçамăр, вĕренекенĕсемпе калаçнă хыççăн, тÿпене çĕкленнĕ те Туррăн сылтăм енне ларнă.

(20) Вара вĕренекенĕсем кайнă та пур çĕрте те ÿкĕтлесе вĕрентнĕ; Хуçамăр вĕсене пулăшсах тăнă, хăватсем кăтартса вĕсен сăмахĕсене çирĕплетнĕ. Аминь.

Advertisements

2 thoughts on “Марк Çырнă Таса Евангели

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s