Лука Çырнă Таса Евангели
Лука 1
Ум сăмах
(1) Пирĕн хушшăмăрта пулса иртнĕ паллă ĕçсем çинчен халĕ нумайăшĕ çыра пуçларĕç ĕнтĕ.
(2) Сăмаха чăн малтанах куçăн курса Уншăн ĕçлесе тăнă çынсем пире мĕн каласа панă, вĕсем те çавнах çыраççĕ.
(3) Çавăнпа эпĕ те, хисеплĕ çыннăм Феофил, малтан пуçласа пĕтĕмпе лайăх тĕпчесе пĕлтĕм те ун çинчен сана йĕркипе çырса парас терĕм.
(4) Хăвна мĕне вĕрентни чăннипех те тĕрĕс пулнине санăн тĕппипе пĕлсе çитмелле пултăр терĕм.
Ангел Шыва кĕртекен Иоанн çураласса пĕлтерни
(5) Иудея çĕрĕнче Ирод патшара ларнă чух пĕр Захария ятлă священник пурăннă, вăл Авий ушкăнĕнчи священниксен черечĕпе Турă Çуртĕнче ĕçленĕ. Унăн арăмĕ те, Елисавета, Аарон рăвĕнчен тухнăскер пулнă.
(6) Вĕсем Турă умĕнче тÿрĕ пурăннă: Хуçа Турă йĕркисене, пил-хушăвĕсене пурне те тĕрĕс пурнăçласа тăнă.
(7) Анчах та вĕсен ача-пăча пулман, мĕншĕн тесен Елисавета ача туман арăм пулнă. Иккĕшĕ те вĕсем ватăлса çитнĕ.
(8) –
(9) Пĕррехинче, Захария хăй черечĕн йĕркипе Турă умĕнче ĕçленĕ чухне, священниксен йăлипе Хуçа Турă Çуртĕнче ладан çунтарса тĕтĕрме ăна шăпа тухнă.
(10) Захария тĕтĕрнĕ вăхăтра темĕн чухлĕ халăх Çурт тулашĕнче кĕлтуса тăнă.
(11) Çавăн чухне ăна ладан çунтаракан парне вырăнĕн сылтăм енче сасартăк Хуçа Туррăн ангелĕ курăннă.
(12) Ангела курсан Захария тĕлĕннипе хăрасах кайнă.
(13) Ангел ăна каланă: «Ан хăра, Захария! Санăн кĕллÿне Турă илтрĕ. Санăн арăму, Елисавета, сана ывăл ача çуратса парĕ, ăна эсĕ Иоанн ятлă хурăн.
(14) Уншăн эсĕ хавасланса хĕпĕртĕн, вăл çуралнăшăн нумайăшĕ савăнĕç,
(15) мĕншĕн тесен вăл Хуçа Турă умĕнче аслă пулĕ. Вăл эрех-сăра таврашĕ ĕçмĕ; амăш варĕнчех унăн чун-чĕри Святой Сывлăшпа тулĕ.
(16) Вăл Израиль çыннисене нумайăшне хăйсен Хуçа Турри енне çавăрĕ.
(17) Вăл Христос умĕн Илиян чун-чĕм хăвачĕпе килĕ те халăха Хуçамăр умне тăма хатĕрлĕ: ашшĕсен кăмăлне ачисен енне çавăрĕ, Турă хушнине итлемен çынсене тÿрĕлĕх çулĕ çине тăратĕ».
(18) Захария вара ангелран çапла ыйтнă: «Ку чăн пуласса эпĕ епле пĕлĕп-ши? Эпĕ ĕнтĕ ватăлтăм, ман арăм та ватăлса çитрĕ».
(19) Ангел ăна каланă: «Эпĕ – Турă умĕнче тăракан Гавриил. Мана сан патна çак ырă хыпара пĕлтерме янă.
(20) Вăхăчĕ çитсен эп калани пурнăçланĕ, анчах ман сăмахсене ĕненменшĕн эсĕ чĕлхесĕр пулăн, эпĕ калани пурнăçланиччен калаçаймасăр пурăнăн».
(21) Çав хушăра унти халăх Захария тухасса кĕтсе тăнă, вăл Турă Çуртĕнче вăрах тăнинчен тĕлĕннĕ.
(22) Унтан тухсан Захария пĕр сăмах та калайман, аллисемпе паллă кăтартса халăха тем ăнлантарма тăрăшнă. Вара пурте ăна Турă Çуртĕнче темскер курăннине чухласа илнĕ.
(23) Турă умĕнче ĕçлемелли кунĕсем иртсен Захария килне тавăрăннă.
(24) –
(25) Çавăн хыççăн унăн арăмĕ, Елисавета, йывăр çын пулнă. Çие юлнине вăл пилĕк уйăх палăртмасăр çÿренĕ. «Çын хурланине ман çинчен сирес тесе, çак кунсенче Хуçа Турă мана хĕрхенсе çапла турĕ», – тенĕ вăл.
Ангел Марияна ырă хыпар пĕлтерни
(26) Çие юлни ултă уйăх çитсен, Турă татах Гавриил ангела Галилейăри Назарет хулине
(27) Давид йăхĕнчи Иосиф валли çураçнă Хĕр патне янă. Çав Хĕр Мария ятлă пулнă.
(28) Ун патне кĕрсен ангел çапла каланă: «Эй, тивлетлĕ Хĕр, савăн! Санпала Турă, Эсĕ пур хĕрарăмран та мухтавлăрах!»
(29) Ангел сăмахĕсене илтсен Мария аптăрасах кайнă. Çапла ырă сунса саламлани мĕне пĕлтерет-ши тесе шухăшланă.
(30) Ангел Ăна каланă: «Ан хăра, Мария! Эсĕ Турăран ырăлăх илтĕн.
(31) Акă Эсĕ йывăр çын пулса Ывăл Ача çуратăн, Ăна Иисус ятлă хурăн.
(32) Вăл аслă пулĕ, Ăна Çÿлти Туррăн Ывăлĕ тесе калĕç. Хуçа Турă Ăна мăн аслашшĕн, Давидăн, престолне парĕ.
(33) Вăл ĕмĕр-ĕмĕр Иаков йăхĕн Патши пулĕ, Унăн Патшалăхĕ нихăçан та пĕтмĕ».
(34) Мария вара ангелран ыйтнă: «Ку епле пулма пултарĕ-ши? Эпĕ халĕ качча та кайман-çке?»
(35) Ангел Ăна каланă: «Сан çине Святой Сывлăш анĕ, сана Çÿлти Туррăн хăвачĕ витсе тăрĕ, çавăнпа çуралас таса Ачуна та Турă Ывăлĕ тейĕç.
(36) Акă санăн тăвану Елисавета та ватлăхра ывăл çуратĕ. Ун çинчен пурте ача тăвайманскер тесе калаçатчĕç, вăл йывăр çын пулни улттăмĕш уйăх ĕнтĕ.
(37) Мĕншĕн тесен Туррăн пĕр сăмахĕ те пурнăçланмасăр юлмасть».
(38) «Эпĕ – Хуçа Туррăн Чури, – тенĕ Мария, – эппин пĕтĕмпех эсĕ каланă пек пултăр». Ангел вара Ун патĕнчен кайнă.
Мария Елисаветăна курма кайни
(39) Тепĕр темиçе кунран Мария çула хатĕрленнĕ те сăртлă Иудейăри хулана васкаса кайнă.
(40) Захария кил-çуртне кĕрсен вăл Елисаветăна сывлăх суннă.
(41) Мария саламланине илтсен Елисаветăн варĕнчи ачи тапкалашса илнĕ, вара Елисавета чун-чĕри Святой Сывлăшпа тулнă.
(42) Вăл хытă сасăпа каланă: «Эсĕ пур хĕрарăмран та мухтавлăрах! Санран çуралас Ачу та мухтавлă!
(43) Хуçа Туррăмăн Амăшĕ ман патăма килнине курма епле тивĕçлĕ пултăм-ши?
(44) Эсĕ сывлăх суннине илтсенех ман ăшăмри ача савăннипе тапкалашса илчĕ!
(45) Хуçа Турă сăмахĕ пурнăçланасса ĕненнĕшĕн Эсĕ телейлĕ!»
Мария Турра мухтани
(46) Вара Мария çапла каланă: «Манăн чунăм Хуçамăра аслăлать,
(47) Манăн кăмăлăм Çăлакан Туррăмшăн савăнать,
(48) мĕншĕн тесен Вăл Хăйĕн Чурин йăвашлăхне асăрхарĕ. Паянтан Мана пур халăхсем те мухтĕç.
(49) Хăватлă Турă Маншăн аслă ĕç турĕ, Унăн ячĕ таса.
(50) Хăйне хисеплесе хăракансене Вăл ăруран ăрăва ырăлăх парса тăрать.
(51) Шухăш-туйăмпа мăн кăмăллисене Вăл хăватлă аллипе салатса ячĕ,
(52) вăйлисене престолĕсем çинчен сирпĕтсе антарчĕ, йăвашшисене асла кăларчĕ,
(53) выçăхнисене ырăлăх пачĕ, пуйнисене нимĕнсĕрех хăварчĕ.
(54) –
(55) Пирĕн мăн асаттесене, Авраама тата унăн йăхне Вăл ĕмĕрлĕхех ырăлăх парасса шантарнă. Çавна асра тытса Вăл Израиль халăхне, Хăйĕн тарçине, пулăшрĕ».
(56) Виçĕ уйăха яхăн Елисавета патĕнче пурăнсан Мария килне
Шыва кĕртекен Иоанн çурални
(57) Çмăлланас вăхăчĕ çитсен Елисавета ывăл ача çуратнă.
(58) Кÿршисемпе тăванĕсем ун çинчен илтнĕ те Хуçамăр çав тĕрлĕ пысăк ырăлăх панăшăн Елисаветăпа пĕрле савăннă.
(59) Саккăрмĕш кунне вĕсем хăйсен йăлипе ача ÿтне касма илсе пынă, вара ăна ашшĕ ячĕпе Захария ятлă хурасшăн пулнă.
(60) Анчах та амăшĕ: «Çук, ăна Иоанн ятлă хурар», – тенĕ.
(61) «Сирĕн йăхăрта ун ятли никам та çук-ке!» – тенĕ ăна ыттисем.
(62) Унтан вĕсем, аллисемпе паллă кăтартса, ывăлне мĕн ятлă хурас килнине ашшĕнчен ыйтнă.
(63) Захария хăма татăкĕ ыйтса илнĕ те: «Унăн ячĕ – Иоанн», – тесе çырса панă. Çавна курсан пурте тĕлĕннĕ.
(64) Çав самантрах унăн чĕлхи-çăварĕ уçăлнă, вара вăл сасăпах Турра мухтама пуçланă.
(65) Унта пурăнакан пĕтĕм халăх хăраса ÿкнĕ. Мĕн пулса иртни çинчен сăртлă Иудейăра пур çĕрте те калаçнă.
(66) «Ку ача кам пулĕ-ши?» – тесе тĕлĕнсе шухăшланă çав хыпара илтнĕ çынсем пурте. Чăн та, унра Хуçа Турă хăвачĕ пулнă.
Захария пророкла калани
(67) Иоанн ашшĕ Захария чун-чĕри Святой Сывлăшпа тулнăран пророкла калама пуçланă:
(68) «Израилĕн Хуçа Туррине мухтав! Вăл килсе Хăйĕн халăхне хăтăлмалла турĕ;
(69) Вăл Хăйĕн тарçи Давид йăхĕнчен пире валли хăватлă Çăлакан кăларчĕ.
(70) Вăл Хăйĕн авалхи сăваплă пророкĕсем урлă каласа пĕлтернĕ пекех,
(71) пире тăшмансенчен те, хамăра курайман мĕн пур çынсенчен те çăлса хăварĕ.
(72) Вăл пирĕн мăн асаттесене ырăлăх пама пулнă. Вăл Хăйĕн таса халалне,
(73) мăн асаттемĕре Авраама тупа тунине яланах асра тытма пулнă.
(74) –
(75) Ĕнтĕ эпир, тăшмансен аллинчен хăтăлсан, хамăр пурăнас кунсенче хăрамасăр Уншăн ĕçлесе тăрăпăр, Ун умĕнче сăваплă, тÿрĕлĕхлĕ пулăпăр.
(76) Сана та, ачам, Çÿлти Туррăн пророкĕ тесе калĕç, мĕншĕн тесен эсĕ Хуçамăр валли çул хатĕрлеме Ун умĕнчен пырăн.
(77) Çылăхсене каçарса çăлăнасси çинчен те эсĕ Унăн халăхне каласа ăнлантарăн.
(78) –
(79) Ырă кăмăллă та хĕрхенÿллĕ Туррăмăр тĕттĕмре, вилĕм тыткăнĕнче пурăнакансене çутатма, канăçлăх çулне кăтартма пирĕн пата çÿлтен Шурăмпуç çути ячĕ».
(80) Ача çитĕнсе, чун-чĕмĕпе çирĕпленсе пынă. Израиль халăхĕ умне тухма вăхăчĕ çитиччен вăл пуш хирте пурăннă.
Лука 2
Иисус Христос çурални
(1) Çав вăхăтра Рим императорĕ Август пĕтĕм патшалăхри халăха çырса тухма хушнă.
(2) Çак пирвайхи хут халăха шута илесси Сири çĕрне Квириний тытса тăнă чухне пулнă.
(3) Вара пурте кашни хăйĕн хулине çырăнма тухса кайнă.
(4) Иосифăн, Давид йăхĕнчен пулнăран, Галилейăри Назарет хулинчен Иудейăри Вифлеема, тахçан Давид çуралнă хулана, каймалла пулнă.
(5) Çапла Иосиф хăйĕн çураçнă хĕрĕпе Марияпа пĕрле ят çыртарма кайнă. Мария ун чухне йывăр çын пулнă.
(6) Вифлеемре Унăн çăмăлланас вăхăчĕ çитнĕ.
(7) Вара Мария Хăйĕн пĕртен-пĕр Ывăлне çуратнă. Хăна çуртĕнче вырăн пулманран Вăл Ăна, чĕркесе, выльх-чĕрлĕхе апат памалли сырăша вырттарнă.
Кĕтÿçĕсем тата ангел
(8) Çавăнтан аякра мар, хирте, кĕтÿçĕсем çĕрле кĕтĕвĕсене хуралланă.
(9) Сасартăк вĕсен умне Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ пырса тăнă та, вĕсене Хуçа Туррăн мухтавлăхĕ çутатса янă. Кĕтÿçĕсем çав тери хăраса ÿкнĕ.
(10) Ангел вĕсене çапла каланă: «Ан хăрăр! Эпĕ сире пĕтĕм халăха савăнтармалли чаплă хыпар пĕлтерме килтĕм.
(11) Паян Давид хулинче сире Çăлакан çуралчĕ, Вăл – Христос Хуçамăр!
(12) Акă сире паллă: эсир сырăша чĕркесе вырттарнă Ачана курăр».
(13) Унтан сасартăк çав ангелпа пĕрле тÿпери ангелсен йышлă çарĕ курăнса кайнă. Вĕсем Турра мухтаса юрланă:
(14) «Çÿлте Турра мухтав, çĕр çине канăçлăх килчĕ, çынсене ырăлăх çитрĕ!»
(15) Ангелсем тÿпене çĕкленсе кайсан кĕтÿçĕсем пĕр-пĕрне каланă: «Атьр Вифлеема кайса унта мĕн пулнине, Хуçа Турă пире мĕн пĕлтернине курар».
(16) Вара вĕсем васкаса Вифлеема çитнĕ те Марияпа Иосифа тата сырăшра выртакан пĕчĕк Ачана шыраса тупнă.
(17) Ачана курнă хыççăн кĕтÿçĕсем хăйсене Çак Ача пирки мĕн хыпарланине каласа панă.
(18) Итлекенсем пурте кĕтÿçĕсем каласа кăтартнинчен тĕлĕннĕ.
(19) Мария вара çак сăмахсене пурне те Хăйĕн чĕринчех усранă.
(20) Йалтах ангел каланă пек пулса иртнĕ. Çавна курма-илтме тÿр килнишĕн Турра аслăласа та мухтаса кĕтÿçĕсем хăйсен кĕтĕвĕ патне тавăрăннă.
(21) Тепĕр сакăр кунран, Ача ÿтне касма вăхăт çитсен, Амăшне йывăр çын пуличчен ангел каланă пекех, Ăна Иисус ятлă хунă.
Иисуса Турă Çуртне илсе пыни
(22) Моисей саккунĕ хушнă тăрăх тасалмалли кунсем иртсен, Иосифпа Мария пĕчĕк Ачана Хуçа Турă умне тăратма Иерусалима илсе пынă,
(23) мĕншĕн тесен Хуçамăр саккунĕ çапла калать: «Малтанхи ывăл ачана, вар уçнăскере, Хуçа Турра халалламалла».
(24) Çавăн пекех, Хуçамăр саккунĕпе килĕшÿллĕн, вĕсен икĕ улатăпа кайăкĕ е икĕ кăвакарчăн чĕппи парне кÿмелле пулнă.
(25) Çав вăхăтра Иерусалим хулинче тÿрĕ пурăнакан, Турра пит хисеплекен Симеон ятлă пĕр çын пурăннă. Ун çинче Святой Сывлăш пулнă, Симеон Израиль халăхне çăлăнăç килессе кĕтнĕ.
(26) Хуçа Туррăн Христосне курмасăр вилместĕн тесе ăна Святой Сывлăш малтанах систернĕ пулнă.
(27) Иосифпа Мария саккун хушнă йăлана тума пĕчĕкçĕ Иисуса Турă Çуртне илсе пырсан, Сывлăш хавхалантарнипе Симеон та унта пынă.
Симеон Турра мухтани
(28) Вăл Ачана хăй аллине илнĕ те Турра мухтаса каланă:
(29) «Эй, Туррăм! Халĕ ĕнтĕ мана, Хăвăн чуруна, Ху каланă пек, лăплантарса яратăн:
(30) ман куçăмсем Санран çăлăнăç илсе килекене курчĕç.
(31) Ку çăлăнăçа Эсĕ мĕн пур халăх куçĕ умĕнчех хатĕрленĕ.
(32) Урăх халăхсемшĕн вăл чăн çутă пулĕ, Хăвăн Израиль халăхне мухтава кăларĕ».
(33) Иосифпа Ачан Амăшĕ Ун çинчен Симеон çапла каланине илтсен тĕлĕннĕ.
(34) –
(35) Унтан Симеон вĕсене пилленĕ те, Ача Амăшне Марияна каланă: «Мария, Сан чуну хĕçпе каснă пек касăлĕ, мĕншĕн тесен ку Ачана пула Израильте ÿкекен те, тăракан та нумай пулĕ. Ун пирки нумай тавлашĕç, чылайăшĕ ăна хирĕç тăрĕç, çапла вĕсен чун-чĕринчи вăрттăн шухăшĕсем палăрĕç». Хĕрарăм пророк Анна
(36) Унта тата Асир ăрăвĕнчен тухнă Фануил хĕрĕ, Анна ятлă хĕрарăм пророк пулнă. Вăл питĕ ватăлса çитнĕ, хăйĕн упăшкипе Анна çичĕ çул анчах пурăннă.
(37) Çав сакăр вун тăватă çулхи упăшкасăр карчăк Турă Çуртĕнчен кайманпа пĕрех. Вăл, Турра хисеплесе, тăтăшах типĕ тытнă, кунĕн-çĕрĕн кĕлтунă.
(38) Симеон Марияпа калаçнă вăхăтра вĕсем патне пынă Анна та Хуçамăра мухтама пуçланă. Çăлăнасса кĕтекен Иерусалимри çынсене пурне те вăл Ача çинчен каласа кăтартнă.
Назарета тавăрăнни
(39) Турă саккунĕ хушнине пурне те туса пĕтерсен Иосифпа Мария Галилейăна, Назарет ятлă тăван хулине, тавăрăннă.
(40) Ача çитĕннĕçемĕн чун-чĕмĕпе çирĕпленсе, ăс-тăнĕпе хăватланса пынă. Турă тивлечĕ Ун çинче пулнă.
Иисус Турă Çуртĕнче
(41) Унăн ашшĕ-амăшĕ кашни çулах пасха уявне Иерусалима çÿренĕ.
(42) Иисус вун икĕ çула çитсен, вĕсем çав йăлапа Иерусалима уява пынă.
(43) Уяв хыççăн Иосифпа Унăн Амăшĕ киле кайма çула тухнă, анчах Ачи, Иисус, Иерусалимра тăрса юлнине вĕсем асăрхаман.
(44) Вăл урăх çынсемпе пырать пулĕ тесе, пĕр куна яхăн кайсан тин Ăна хурăнташĕсемпе пĕлĕшĕсем хушшинче шырама пуçланă.
(45) Анчах та Иисуса тупайман пирки, Ăна шыраса, вĕсем каллех Иерусалима тавăрăннă.
(46) Виçĕ кунран тин вĕсем Иисуса Турă Çуртĕнче тупнă. Вăл унта вĕрентекенсене итлесе ларнă, Хăй те вĕсене ыйтусем панă.
(47) Ăна итлекенсем пурте Ун ăсĕнчен те, хуравĕсенчен те тĕлĕннĕ.
(48) Иисуса унта курсан Иосифпа Мария питĕ тĕлĕнсе кайнă. Вара Амăшĕ Унран çапла ыйтнă: «Ывăлăм, мĕншĕн Эсĕ капла хăтлантăн? Аçупа иксĕмĕр Сана шыраса йăлт кулянса пĕтрĕмĕр».
(49) Иисус вĕсене каланă: «Эсир Мана мĕншĕн шырарăр? Эпĕ Хамăн Аттеме тивĕçлĕ çĕрте пулмаллине пĕлмен-и-мĕн эсир?»
(50) Иисус мĕншĕн çапла каланине вĕсем ăнланса илеймен.
(51) Вара Иисус вĕсемпе пĕрле Назарета тавăрăннă та ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен иртмесĕр пурăннă. Амăшĕ вара çак сăмахсене пурне те чунĕнче упраса пурăннă.
(52) Иисус ăслăлансах, ÿссех пынă. Турă та, çынсем те Ăна юратнăçемĕн ытларах юратнă.
Лука 3
Шыва кĕртекен Иоанн вĕрентсе калани
(1) Тиверий императора ларни вун пилĕк çула кайнă. Иудейăра Понтий Пилат пуçлăхра ларнă, Галилея çĕрĕнче – Ирод, Итурейăпа Трахонит çĕрĕнче – унăн пиччĕшĕ Филипп, Авилинея çĕрĕнче – Лисаний.
(2) Аннапа Каиафа ун чухне аслă священниксем пулнă. Çавăн чух Захария ывăлне, Иоана, пуш хирте Турă сăмахĕ илтĕннĕ.
(3) Иоанн вара Иордан шывĕ таврашĕнче, пур çĕрте те, çылăхсене каçарттармашкăн ÿкĕнсе шыва кĕме ÿкĕтленĕ.
(4) Ун çинчен Исаия пророк кĕнекинче çапла çырнă: «Пуш хирте чĕнекенĕн сасси илтĕнет: „Хуçамăр валли çул хатĕрлĕр, Вăл утас çулсене тÿрлетĕр!
(5) Мĕн пур айлăм вырăнсем тулччăр, мĕн пур тусемпе сăртсем çĕрпе танлашчăр. Кукăр çулсем тÿрĕленччĕр, тикĕс маррисем те – тикĕсленччĕр,
(6) вара пĕтĕм этемлĕх Турă панă çăлăнăçа курĕ!“»
(7) Иоанн хăй патне шыва кĕме пыракан халăха çапла каланă: «Эй, çĕлен çурисем! Çитес çилĕрен тарса хăтăлма кам вĕрентрĕ сире?
(8) Эппин хăвăр çылăхран ÿкĕннине тивĕçлĕ ĕçпе çирĕплетсех тăрăр. „Пирĕн мăн асатте – Авраам!“ – текен шухăшпа киленсе ан пурăнăр. Калатăп сире: Турă çак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать.
(9) Акă пуртă та йывăç тымарĕ çумĕнчех выртать. Ырă çимĕç кÿмен кирек епле йывăçа та касса вута пăрахаççĕ».
(10) «Пирĕн мĕн тумалла ĕнтĕ?» – тесе ыйтнă унран халăх.
(11) Иоанн хирĕç çапла тавăрнă: «Камăн икĕ тумтир пур, пĕрне чухăна патăр. Камăн çимелли пур, вăл та çаплах тутăр».
(12) Налук пухакансем те Иоанн патне шыва кĕме пынă. Вĕсем унран ыйтнă: «Вĕрентекен, пирĕн мĕн тумалла-ши?»
(13) Иоанн вĕсене каланă: «Хăвăра илме хушнинчен ытлашши ан илĕр».
(14) Салтаксем те унран ыйтнă: «Пирĕн тата мĕн тумалла?» Иоанн хуравланă: «Кÿрентерсе, суйса айăпласа никам укçине те ан хапсăнăр, хăвăра мĕн чухлĕ шалу панипе çырлахăр».
(15) Кĕтсе тăракан çынсем пурте хăйсен ăшĕнче Иоанн пирки: «Ку Турă Суйласа илни мар-ши?» – тесе шухăшланă чухне
(16) Иоанн пурне те çапла каланă: «Эпĕ сире шывпа тĕне кĕртетĕп. Анчах та манран Хăватли килет, эпĕ Унăн пушмакне хывма та тивĕçлĕ мар. Вăл сире Святой Сывлăшпа тата вутпа тĕне кĕртĕ.
(17) Кĕреçи те Унăн Хăйĕн аллинчех. Вăл йĕтемĕнчи туллине сăвăрса тасатĕ те ăна Хăйĕн кĕлетне пухса хурĕ, арпи-улăмне вара сÿнми вутра çунтарса ярĕ».
(18) Çакнашкал тата ытти сăмахсемпе Иоанн халăха Ырă Хыпар нумай вĕрентнĕ.
(19) Вăл Ирод пуçлăха хăй пиччĕшĕн арăмне, Иродиадăна, качча илнĕшĕн тата ытти усал ĕçсемшĕн хытă питленĕ.
(20) Ирод вара усал ĕçĕсем çумне тата тепĕр усал ĕç хушнă: Иоана тĕрмене хуптарнă.
Иисуса шыва кĕртни
(21) Пĕтĕм халăх шыва кĕнĕ чух, Иисус шыва кĕрсе тухса кĕлтунă вăхăтра, тÿпе уçăлса кайнă та,
(22) Ун çине Святой Сывлăш кăвакарчăн кĕлетки пек курăнса аннă. Вара тÿперен сасă илтĕннĕ: «Эсĕ – Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ырă кăмăлăм Санра!»
Иисус Христосăн йăх тымарĕ
(23) Хăйĕн ĕçне пуçланă чух Иисус пĕр вăтăр çулсенче пулнă. Çынсем шухăшланă тăрăх, Вăл Иосиф ывăлĕ, Илия мăнукĕ пулнă. Унăн ытти мăн аслашшĕсем:
(24) Матфат, Левий, Мелхий, Ианнай, Иосиф,
(25) Маттафий, Амос, Наум, Еслим, Наггей,
(26) Мааф, Маттафий, Семеий, Иосиф, Иуда,
(27) Иоаннан, Рисай, Зоровавель, Салафииль, Нирий,
(28) Мелхий, Аддий, Косам, Елмодам, Ир,
(29) Иосий, Елиезер, Иорим, Матфат, Левий,
(30) Симеон, Иуда, Иосиф, Ионан, Елиаким,
(31) Мелеай, Маинан, Маттафай, Нафан, Давид,
(32) Иессей, Овид, Вооз, Салмон, Наассон,
(33) Аминадав, Арам, Есром, Фарес, Иуда,
(34) Иаков, Исаак, Авраам, Фарра, Нахор,
(35) Серух, Рагав, Фалек, Евер, Сала,
(36) Каинан, Арфаксад, Сим, Ной, Ламех,
(37) Мафусал, Енох, Иаред, Малелеил, Каинан,
(38) Енос, Сиф, Адам. Адама вара Турă пултарнă.
Лука 4
Иисуса шуйттан илĕртсе тĕрĕслени
(1) Святой Сывлăшпа хăватланнă Иисуса Иордан хĕрринчен тавăрăнсан Сывлăш пуш хире ертсе кайнă.
(2) Унта Ăна шуйттан хĕрĕх кун илĕртсе тĕрĕсленĕ. Çав кунсенче Иисус нимĕн те çимен, юлашкинчен Унăн çиесси килнĕ.
(3) Шуйттан Ăна каланă: «Эсĕ Турă Ывăлĕ пулсан çак чула çăкăр пулма хуш».
(4) «Çырнинче çапла каланă, – тавăрнă ăна Иисус, – çын çăкăрпа кăна пурăнмасть, Туррăн кашни сăмахĕпех пурăнать».
(5) Вара шуйттан Ăна çÿллĕ ту çине илсе кайнă та пĕр самантрах тĕнчери мĕн пур патшалăха кăтартнă.
(6) Унтан вăл çапла каланă: «Çак мĕн пур патшалăхсемпе пуç пулмалли хама панă ирĕке, вĕсен чап-илемне Сана парăп, мĕншĕн тесен эпĕ ăна кама парас тетĕп, çавна паратăп.
(7) Çапла вара, мана ÿксе пуççапсан, пĕтĕмпех Санăн пулĕ».
(8) «Кай Ман патăмран, шуйттан, – тенĕ Иисус. – Çырнинче çапла каланă: „Хуçа Турруна кăна пуççап, пĕр Уншăн анчах ĕçлесе тăр“».
(9) Вара шуйттан Ăна Иерусалима илсе кайнă та Турă Çурчĕ тăррине тăратса каланă: «Эсĕ Турă Ывăлĕ пулсан çакăнтан аялалла сик.
(10) Çырнинче каланă вĕт: „Турă Хăйĕн ангелĕсене Сана упрама хушĕ,
(11) урупа чултан такăнасран вĕсем Сана алă çинче çĕклесе çÿрĕç“».
(12) Иисус шуйттана хирĕç çапла каланă: «„Хăвăн Хуçа Турруна илĕртсе ан тĕрĕсле“, – тенĕ Çырнинче».
(13) Урăх нимпе те илĕртме çук пирки майлă вăхăт çитиччен шуйттан Ун патĕнчен кайнă.
Иисус Галилейăра вĕрентме пуçлани
(14) Иисус вара Сывлăшпа хăватланса Галилейăна тавăрăннă. Ун çинчен пĕтĕм таврана хыпар сарăлнă.
(15) Вăл унти синагогăсенче вĕрентнĕ, пурте Ăна мухтаса калаçнă.
Иисуса Назаретра йышăнманни
(16) Пĕррехинче Иисус Хăй ÿснĕ хулана, Назарета, пынă. Шмат кун Вăл яланхи пекех синагогăна кĕнĕ те Çырнине вулама хатĕрленсе тăнă.
(17) Ăна Исаия пророк кĕнекине панă. Вăл кĕнекене уçнă та çак вырăна тупса вулама пуçланă:
(18) «Хуçа Туррăн Сывлăшĕ Ман çинче, Вăл Мана суйласа илсе чухăнсене Ырă Хыпар вĕрентме ячĕ. Вăл Мана хуйхăпа касăлнă чĕреллисене лăплантарма ячĕ. Тыткăнрисене ирĕке кăларасса, суккăррисене куракан тăвасса, пусмăртисене хăтарасса,
(19) Туррăн ырăлăх кăтартас вăхăчĕ çитессе пĕлтерме ячĕ».
(20) Иисус вара кĕнекине хупса унта ĕçлекен çынна панă та, Хăй ларнă. Синагогăри çынсем пурте Ун çине куç илмесĕр пăхнă.
(21) Унтан Вăл вĕсене çапла каланă: «Çырнинчи эсир илтнĕ çак сăмахсем паян пурнăçланчĕç ĕнтĕ».
(22) Вара вĕсем пурте Иисус каланипе килĕшнĕ, Унăн çăварĕнчен тухакан ырăлăх сăмахĕсенчен тĕлĕннĕ. «Иосиф ывăлĕ мар-и вара Ку?» – тесе калаçнă вĕсем.
(23) Иисус вĕсене каланă: «Паллах, эсир, ваттисем каларăшле: „Тухтăр, Хăвна Ху сыват!“ – тесе калама пултаратăр Мана. Капернаумра Эсĕ мĕн тунине илтрĕмĕр эпир. Кунта та, Ху ÿснĕ хулара, çавна туса кăтарт тесе каласшăн ĕнтĕ эсир».
(24) «Чăн калатăп сире, – тенĕ унтан, – хăйĕн тăван çĕр-шывĕнче пĕр пророка та хапăл туса йышăнмаççĕ.
(25) Тата çакна калас килет: Илия пурăннă вăхăтра виçĕ çул та ултă уйăх пĕртте çумăр çуман. Вара çав çĕр-шывра питĕ йывăр выçлăх пуçланнă. Ун чухне Израильте тăлăх арăмсем нумай пулнă,
(26) çапах Илия пророка Сидонри Сарепта хулинчи пĕр тăлăх арăм патне янисĕр пуçне пĕрин патне те яман.
(27) Елисей пророк вăхăтĕнче те Израиль çĕрĕнче тилçеллĕ çынсем нумай пулнă, анчах Сири çынни Неемансăр пуçне вĕсенчен пĕри те тасалман».

(28) Çавна илтсен синагогăрисем пурте питĕ хытă çилленсе кайнă.
(29) Вĕсем сиксе тăнă та Иисуса хуларан хăваласа кăларнă. Вара Ăна хăйсен хули вырнаçнă ту çине илсе хăпартса аялалла тĕртсе ярасшăн пулнă.
(30) Анчах та Иисус вĕсен хушшинченех утса тухса кайнă.
Иисус Христос Капернаумра кăтартнă хăватсем
(31) Кайран Иисус Галилейăри Капернаум хулине пынă. Вара шăмат кунсенче халăха вĕрентнĕ.
(32) Çынсем Унăн вĕрентĕвĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ, мĕншĕн тесен Унăн сăмахĕнче Турă хăвачĕ пулнă.
(33) Синагогăра усал ернĕ çын пулнă. Вăл хыттăн кăшкăрса каланă:
(34) «Эй, Назарет Иисусĕ! Санăн пирĕнпе мĕн ĕç пур ара? Эсĕ пире пĕтерме килнĕ. Эсĕ камне эпĕ пĕлетĕп: Эсĕ – Туррăн Святойĕ!»
(35) Иисус ăна чарса çапла каланă: «Чарăн! Тух ун ăшĕнчен!» Вара усал сывлăш çав çынна синагога варринчех урайне ÿкернĕ те нимĕнле сиен тумасăрах ун ăшĕнчен тухнă.
(36) Çавна куракансем пурте хăраса-тĕлĕнсе кайса пĕр-пĕринчен ыйтнă: «Ку мĕне пĕлтерет-ши? Вăл Хăй ирĕкĕпе тата вăй-хăвачĕпе усал сывлăшсене хушать те, лешсем тухаççĕ».
(37) Çавăн хыççăн пĕтĕм таврана Иисус çинчен хыпар сарăлнă.
(38) Синагогăран тухсан Вăл Симон килне пынă. Симонăн хунямăшĕ сив чирпе питĕ йывăр выртнă. Çавăн чухне Иисусран ăна пулăшма ыйтнă.
(39) Иисус ун патне пырса сив чире чарнă, вара унăн чирĕ иртсе кайнă. Хĕрарăм çавăнтах тăнă та вĕсене хăналама пуçланă.
(40) Чир-чĕрлĕ çын пуррисем пурте хĕвел аннă чухне вĕсене Иисус патне çавăтса пынă. Вăл, кашнин çинех Хăйĕн аллине хурса, чирлисене сыватнă.
(41) Усал сывлăшсем те нумай çын ăшĕнчен: «Эсĕ – Христос, Турă Ывăлĕ!» – тесе кăшкăрса тухнă. Иисус вĕсене Хăй Христос пулнине пĕлни çинчен калама чарнă.
Иисус Галилейăра вĕрентни
(42) Ирхине Иисус унтан тухса çын çук вырăна кайнă. Çынсем Ăна шыранă, тупсан, Ăна хистесех хăйсемпе хăварасшăн пулнă.
(43) Анчах та Иисус вĕсене каланă: «Манăн ытти хуласенче те Турă Патшалăхĕ çинчен Ырă Хыпар пĕлтерсе çÿремелле, Мана çавăншăн янă».
(44) Вăл вара Галилейăри синагогăсенче ÿкĕтлесе вĕрентнĕ.
Лука 5
Иисусăн малтанхи вĕренекенĕсем
(1) Пĕррехинче Иисус Геннисарет кÿлли хĕрринче чарăнса тăнă. Турă сăмахне итлесшĕн Ун патне халăх кĕпĕрленсе пухăннă.
(2) Вăл кÿлĕ хĕрринче икĕ кимĕ ларнине курнă. Пулăçăсем кимĕ çинчен тухса сĕреке-тетелĕсене çуса тăнă.
(3) Иисус, Симон кимми çине ларсан, ăна çыран хĕрринчен кăшт шаларах ишсе кайма хушнă. Унтан Хăй кимĕ çинчен халăха вĕрентме пуçланă.
(4) Вĕрентсе пĕтерсен Вăл Симона çапла каланă: «Тарăнрах çĕре ишсе кĕр те пулă тытма сĕреке-тетелÿсене пăрах».
(5) Симон Ăна хирĕç каланă: «Вĕрентекен! Эпир çĕрĕпех тертленсе ĕçлерĕмĕр, çапах пĕр пулă та тытаймарăмăр. Эсĕ хушатăн пулсан, сĕреке-тетелсене пăрахам эппин».
(6) Çапла тусан вара питĕ нумай пулă кĕнĕ, вĕсен сĕреке-тетелĕсем те çурăлма пуçланă.
(7) Вĕсем вара тепĕр кимĕ çинчи юлташĕсене паллă кăтартса хăйсене пулăшма чĕннĕ. Лешсем ишсе пырсан икĕ кимĕ туллиех пулă тултарнă, çавăнпа вĕсен киммисем путма пуçланă.
(8) Петр текен Симон çавна курсан Иисус ури умне ÿксе: «Эй, Хуçамăр! Манпа, çылăхлă çынпа, пĕрле ан пулсам, кайсам», – тенĕ.
(9) Хăйсем тытнă пулă нумай пулнăран Симон та, унпа пĕрле пулнисем те хăраса-тĕлĕнсе кайнă.
(10) Зеведей ывăлĕсем те, Симонăн юлташĕсем Иаковпа Иоанн, хăраса ÿкнĕ. Иисус вара Симона каланă: «Ан хăра, паянтан эсĕ этем чунĕсене тытакан пулăн».
(11) Унтан вĕсем икĕ киммине те çыран хĕррине туртса кăларнă та, пĕтĕмпех пăрахса хăварса, Иисус хыççăн кайнă.
Юхан-суранлă çынна сыватни
(12) Иисус пĕр хулара юхан-суранланса кайнă çынна тĕл пулнă. Иисуса курсан вăл ÿксе пуççапнă та Ăна йăлăннă: «Хуçамăр! Сыватас тесессĕн, Эсĕ мана сыватма пултаратăнах».
(13) Иисус аллине тăсса ăна сĕртĕннĕ те: «Чиртен тасатас тетĕп, сывал», – тенĕ. Çавăнтах ун çинчи юхан-суран пĕтнĕ.
(14) «Асту, кун çинчен никама та ан кала, – тенĕ ăна Иисус. – Кайса хăвна священника кăтарт та ху тасалнăшăн, Моисей саккунĕ хушнă пек, Турра парне кÿр. Çакă ху сывалнине пĕлтерни пулать те ĕнтĕ».
(15) Апла пулин те Иисус çинчен ытларах та ытларах ырă ят сарăлнă. Вăл вĕрентнине итлеме те, чир-чĕртен сывалма та Ун патне темĕн чухлĕ халăх çÿренĕ.
(16) Анчах та Иисус час-часах çын çук вырăна кайса кĕлтунă.
Паралич çапнă çынна сыватни
(17) Пĕррехинче Иисус халăха вĕрентнĕ. Галилейăпа Иудея çĕрĕнчи пур ял-хуларан тата Иерусалимран пынă фарисейсемпе саккун вĕрентÿçисем те унта ларнă. Чирлисем сывалнипе Хуçа Турă вăй-хăвачĕ палăрнă.
(18) Çавăнта пĕрисем паралич çапнă çынна выртнă вырăнĕпех çĕклесе пынă та пÿрте йăтса кĕрсе ăна Иисус умне хурасшăн тăрмашнă.
(19) Анчах халăх йышлă пулнăран шала кĕме май тупайман. Вара вĕсем çурт тăррине хăпарнă та ăна пĕр тĕлтен сÿтсе паралич çапнă çынна выртнă вырăнĕпех пухăннисен варрине, Иисус умнех, антарнă.
(20) Вĕсен ĕненĕвне курсан Иисус çав çынна: «Санăн çылăхусем каçарăнчĕç», – тенĕ.
(21) Фарисейсемпе саккун вĕрентÿçисем пĕр-пĕрин хушшинче çапла шухăшласа калаçнă: «Вăл Турра хурлать! Камах вара ВăлТурăсăр пуçне çылăх каçарма кам пултарĕ?»
(22) Иисус вĕсен шухăшĕсене пĕлсе çапла тавăрса каланă: «Эсир мĕншĕн ун пек шухăшлатăр?
(23) Мĕн калама çăмăлрах: „Сан çылăхусем каçарăнчĕç“ теме-и е: „Тăр та утса çÿре“ теме?
(24) Анчах та Этем Ывăлĕн çĕр çинче çылăх каçарма та ирĕк пуррине сирĕн пĕлмелле». Çавна кăтартса парас тесе Вăл паралич çапнă çынна каланă: «Сана калатăп: тăр та вырăнна илсе киле кай».
(25) Лешĕ вара çав самантрах вĕсен куçĕ умĕнчех тăнă та вырăнне илсе, Турра мухтаса, килне кайнă.
(26) Унта тăракансем пурте шалтах тĕлĕнсе кайнă, хăраса ÿкнипе вара Турра мухтама пуçланă. «Паян эпир тĕлĕнмелле ĕç-пуç куртăмăр», – тенĕ вĕсем.
Иисус Левие чĕнни
(27) Çавăн хыççăн, унтан кайсан, Иисус налук пухмалли çуртра ларакан Левий ятлă çынна курнă. «Ман хыçран пыракан пул», – тенĕ ăна Иисус.
(28) Лешĕ тăнă та, пĕтĕмпех хăварса, Иисус хыççăн кайнă.
(29) Унтан вăл Иисуса хăналама хăйĕн килĕнче пысăк ĕçкĕ-çикĕ тунă. Хăнасем хушшинче налук пухакансем те, ытти çынсем те нумаййăн пулнă.
(30) Фарисейсемпе саккун вĕрентÿçисем Иисусăн вĕренекенĕсене ÿпкелешсе каланă: «Мĕншĕн эсир налук пухакансемпе тата çылăхлă çынсемпе пĕрле ĕçсе çиетĕр?»
(31) Çавна илтсен Иисус вĕсене хирĕç çапла каланă: «Тухтăр сыввисене мар, чирлисене кирлĕ.
(32) Эпĕ тÿрĕ пурăнакансене мар, çылăхлисене ÿкĕнме чĕнмешкĕн килнĕ».
Типĕ тытасси çинчен ыйтни
(33) Вара вĕсем Иисусран ыйтнă: «Иоанн вĕренекенĕсем те, фарисейсен вĕренекенĕсем те тăтăшах типĕ тытаççĕ, кĕлтăваççĕ, Сан вĕренекенÿсем мĕншĕн ĕçсе çиеççĕ?»
(34) Иисус вĕсене çапла каланă: «Эсир туй ачисене кĕрÿ каччă хăйсемпе пĕрле чухне типĕ тыттарайăр-и?
(35) Акă кĕрÿ каччăна вĕсенчен туртса илес кунсем çитĕç, çав кунсенче вара вĕсем типĕ тытĕç».
(36) Унтан Вăл тепĕр ытарлăх каласа панă: «Никам та çĕнĕ тумтиртен чĕрсе илсе кивĕ тумтир çине саплăк лартмасть. Апла тусан вăл çĕнĕ тумтирне те пăсать, çĕнĕ саплăкĕ те кивви çумĕнче килĕшмест.
(37) Тин тунă хĕрлĕ эрехе те кивĕ сăран хутаçа никам та тултармасть. Апла тусан çĕнĕ эрех кивĕ хутаçа çурса ярĕ те, хăй те юхса тухĕ, хутаçĕ те сая кайĕ.
(38) Тин тунă хĕрлĕ эрехе çĕнĕ сăран хутаçа тултармалла, вара вĕсем иккĕшĕ те упранса юлĕç.
(39) Пулса çитнĕ хĕрлĕ эрех ĕçнĕ хыççăнах никам та тин тунă хĕрлĕ эрех ĕçесшĕн пулмĕ, мĕншĕн тесен вăл: „Кивви лайăхрах!“ – тейĕ».
Лука 6
Иисус – шăмат кун хуçи те
(1) Пĕррехинче, пасхăн иккĕмĕш кунĕ хыççăнхи малтанхи шăмат кун, Иисусăн тырă пуссипе иртсе пымалла пулнă. Унăн вĕренекенĕсем пучах тата-тата илсе, ывăç тупанĕ çинче сăтăрса çиме пуçланă.
(2) Хăш-пĕр фарисейсем вĕсенчен: «Эсир мĕншĕн шăмат кун тума юраманнине тăватăр?» – тесе ыйтнă.
(3) Иисус вĕсене çапла тавăрнă: «Пĕррехинче, Давид тата унпа пĕрле пулнисем выçăпа аптăрасан, вăл мĕн туни çинчен вуламан-им эсир?
(4) Епле вăл кĕлĕ çуртне кĕрсе Турра халалланă çăкăрсене илсе хăй те çинĕ, пĕрле пулнисене те панă. Вĕсене священниксемсĕр пуçне никамăн та çиме юраман вĕт-ха».
(5) Унтан вĕсене çапла каланă: «Этем Ывăлĕ – шăмат кун хуçи те».
Алли типнĕ çынна сыватни
(6) Иисуса тепĕр шăмат кун та синагогăна кĕрсе вĕрентме тÿр килнĕ. Унта сылтăм алли типнĕ çын пулнă.
(7) Иисус шăмат кун сыватмĕ-и-ха тесе, Ăна айăплама сăлтав шыраса, саккун вĕрентÿçисемпе фарисейсем Ăна сăнаса тăнă.
(8) Иисус вĕсен шухăшĕсене пĕлнĕ, çавăнпа Вăл алли типнĕ çынна: «Тăр та халăх умне тух», – тенĕ. Лешĕ тăнă та тухнă.
(9) Унтан Иисус вĕсене каланă: «Эпĕ сирĕнтен ыйтам-ха: шăмат кун мĕн тумалла? Ыррине-и е усаллине? Чуна çăлмалла-и е пĕтермелле?» Пĕри те хирĕç чĕнмен.
(10) Вара Иисус вĕсене пурне те пăхса çавăрăннă та çав çынна: «Аллуна тăс», – тенĕ. Лешĕ тăснă та, унăн алли тÿрленсе тепри пекех пулса тăнă.
(11) Вĕсем вара урса çитнипе хăйсем хушшинче: «Ку Иисуса мĕн тăвар-ши?» – тесе калаçнă.
Вун икĕ апостола суйласа илни
(12) Çав кунсенче Иисус кĕлтума ту çине хăпарнă. Унта Вăл çĕр каçипех Турра кĕлтунă.
(13) Тул çутăлсан Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене чĕнсе вĕсенчен вун иккĕшне суйласа илнĕ, вĕсене апостол ятне панă. Вĕсем çаксем:
(14) Петр тесе Иисус ят панă Симон, унăн шăллĕ Андрей, Иаков, Иоанн, Филипп, Варфоломей,
(15) Матфей, Фома, Алфей ывăлĕ Иаков, Зилот текен Симон,
(16) Иаков ывăлĕ Иуда тата Иуда Искариот. Çакскер кайран сутăнчăк пулса тăнă.
Иисус халăха сыватни тата вĕрентни
(17) Иисус апостолсемпе пĕрле ту çинчен ансан тÿрем çĕрте чарăнса тăнă. Унта вара Унăн чылай вĕренекенĕсем тата пĕтĕм Иудейăран, Иерусалимран, тинĕс хĕрринчи Тирпа Сидон таврашĕнчен нумай халăх пуçтарăннă.
(18) Вĕсем пурте Иисус вĕрентнине итлеме тата чирĕсенчен сывалма пынă. Усал сывлăш ернипе аптăракан çынсем те пырса тăнă. Иисус вĕсене сыватнă.
(19) Пĕтĕм халăх Ăна сĕртĕнесшĕн пулнă, мĕншĕн тесен Унран тухакан хăват пурне те сыватнă.
Телей çинчен, хуйхă çинчен
(20) Хăйĕн вĕренекенĕсем çине пăхса Иисус çапла калама пуçланă: «Чун-чĕм кĕлмĕçисем телейлĕ, сире Турă Патшалăхĕ пулĕ.
(21) Халĕ выçăхса пурăнакансем телейлĕ, эсир тăранăр. Халĕ йĕрекенсем телейлĕ, эсир савăнса хĕпĕртĕр.
(22) Этем Ывăлĕ пирки сире çынсем курайми пулсан, сирĕнпе хутшăнми пулсан, хурласан, сирĕн ятăртан та усал сăмах туса хурсан, эсир телейлĕ пулăр.
(23) Вĕсен мăн аслашшĕсем те пророксене çаплах хĕсĕрленĕ. Çав кун савăнăр та хĕпĕртĕр, мĕншĕн тесен тÿпери сăвапăр пысăк пулĕ.
(24) Пуянсем, сире вара хуйхă пулĕ, эсир савăнăçăра илтĕр ĕнтĕ.
(25) Халĕ мăнтăрпа иртĕхекенсем, сире хуйхă пулĕ, эсир выçăпа аптăрăр. Халĕ кулакансем, сире хуйхă пулĕ, эсир хурланса макăрăр.
(26) Сирĕн çинчен пурте мухтаса калаçсан, сире хуйхă пулĕ, вĕсен мăн аслашшĕсем те суя пророксене çаплах мухтанă».
Хăвăрăн тăшманăрсене юратăр
(27) «Анчах та сире, сăмахăма итлекенсене, калатăп: хăвăрăн тăшманăрсене юратăр, хăвăра курайман çынсене ырă тăвăр.
(28) Хăвăра ылханакансене ырă сунăр, кÿрентерекен çынсемшĕн кĕлтăвăр.
(29) Хăвна пĕр енчен çупса яракана тепĕр енне çавăрса пар. Санран çиелти тумтире туртса илекене кĕпÿне илме те ан чар.
(30) Пур ыйтакана та пар. Хăвăнне илнĕ çынран каялла ан шыра.
(31) Çынсене хăвăрпа мĕнле пултарас килет, вĕсемпе те çавнашкалах пулăр.
(32) Хăвăра юратакансене кăна саватăр пулсан, сире уншăн мĕн мухтамалли пур? Çылăхлисем те хăйсене юратакан çынсене саваççĕ.
(33) Хăвăршăн ырă ĕç тăвакансене кăна ырă тăватăр пулсан, сире уншăн мĕн мухтамалли пур? Çылăхлă çынсем те çаплах тăваççĕ.
(34) Тавăрса паракан, шанчăклă çынна çеç кивçен паратăр пулсан, сире уншăн мĕн мухтамалли пур? Çылăхлисем те, каялла илессе шанса, çылăхлă çынсене кивçен параççĕ.
(35) Эсир вара хăвăрăн тăшманăрсене юратăр, вĕсене ырă тăвăр. Тавăрса парасса шанмасăрах кивçен парăр. Вара сире пысăк сăвап пулĕ, эсир Çÿлти Туррăн ачисем пулăр, мĕншĕн тесен Вăл пархатарсăр çынсемшĕн те, усаллисемшĕн те ырă.
(36) Çапла вара, сирĕн Аçăр епле ырă кăмăллă, эсир те çавăн пек ырă кăмăллă пулăр».
Ыттисене ан айăплăр
(37) «Ан айăплăр, вара хăвăра та айăпламĕç. Çынна сивлесе ан калаçăр, вара хăвăра та сивлемĕç. Каçарăр, вара хăвăра та каçарĕç.
(38) Парăр, вара хăвăра та парĕç: тулли виçепе виçсе, силлесе, пусса, тÿпеми тултарсах чĕрçи çине хурĕç. Мĕнле виçепе виçетĕр, хăвăра та çав виçепех виçсе парĕç».
(39) Тата Иисус вĕсене çапла ытарлăх каласа панă: «Суккăра суккăр çавăтса çÿреме пултарать-и? Апла вĕсем иккĕшĕ те шăтăка кĕрсе ÿкмĕç-и?
(40) Вĕренекен хăйĕн вĕрентекенĕнчен аслă пулмасть. Çапах та пĕлĕвне ÿстерсен кирек кам та хăйĕн вĕрентекенĕ пек пулма пултарать.
(41) Мĕншĕн эсĕ тăвану куçĕнчи çÿппе куратăн, хăвăн куçунти пĕренене асăрхамастăн?
(42) Хăвăн куçунти пĕренене асăрхамастăн пулсан епле-ха эсĕ: „Тăванăм, куçна кĕнĕ çÿппе кăларса ярам-ха“, – тесе калама пултаратăн? Икĕ питлĕскер! Малтан хăвăн куçунти пĕренене кăлар, вара тин тăвану куçĕнчи çÿппе мĕнле кăлармаллине уçăмлăн курăн».
Йывăçпа çимĕçĕ çинчен
(43) «Ырă йывăç начар çимĕç тумасть. Начар йывăç та ырă çимĕç тумасть.
(44) Кашни йывăçа çимĕçĕнчен пĕлеççĕ. Смоква çимĕçне кÿкен тĕмми çинчен татмаççĕ, иçĕм çырлине те шăлан тĕмми çинчен пуçтармаççĕ.
(45) Ырă çыннăн ырă кăмăлĕнчен ырри тухать, усал çыннăн усал кăмăлĕнчен усалли тухать. Этемĕн кăмăлĕ мĕнпе тулнă, чĕлхи-çăварĕ те çавнах калать».
Çурт лартакан икĕ çын çинчен каланă ытарлăх
(46) «Мĕншĕн эсир Мана: „Эй, Хуçамăр! Хуçамăр!“ – тесе чĕнетĕр, хăвăр вара Эпĕ вĕрентнĕ пек тумастăр?
(47) Ман пата килекен, Ман сăмахсене итлекен, вĕсене пурнăçлакан кашни çын кам евĕрлине каласа парам-ха сире.
(48) Вăл, тарăн алтса, çуртне чул никĕс çине лартнă çын евĕрлĕ. Вăйлă шыв тулса çитсен çав çурт патне пырса капланнă, çапах ăна хускатайман, мĕншĕн тесен çуртне чул çине лартнă.
(49) Ман сăмахсене итлесе вĕсене пурнăçламан çын çуртне çĕр çине никĕссĕрех лартнă çын евĕрлĕ. Вăйлă шыв капланса пырсан çав çурт самантрах йăтăнса анать, вара ишĕлчĕк çеç тăрса юлать».
Лука 7
Çĕрпÿ тарçине сыватни
(1) Итлесе тăракан халăха Хăйĕн сăмахне каласа пĕтерсен Иисус Капернаума кайнă.
(2) Унта Рим çĕрпĕвĕн пĕр тарçи вилес пекех чирлĕ выртнă пулнă. Çĕрпÿ çав тарçа питĕ хакланă.
(3) Иисус çинчен илтсен вăл тарçине сыватма килтĕр тесе йăлăнма Ун патне иудейсен ятлă-сумлă çыннисене янă.
(4) Лешсем Иисус патне пырсан Унран йăлăнса ыйтнă: «Çав çĕрпÿ Санран пулăшу илме тивĕçлĕ çын.
(5) Вăл пирĕн халăха юратать, пире синагога та лартса пачĕ».
(6) Вара Иисус вĕсемпе пĕрле кайнă. Вăл çĕрпÿ çурчĕ патне çитеспе лешĕ Ăна хирĕç çапла калама тусĕсене янă: «Эй, Хуçамăр, ан чăрман! Сана хамăн кил-çуртăма чĕнсе кĕртме эпĕ тивĕçлĕ мар.
(7) Сан патна пыма та хама тивĕçсĕр тесе шутларăм. Эсĕ хуш кăна, вара тарçăм сывалĕ.
(8) Эпĕ аслисене пăхăнса тăратăп пулин те, манăн хама пăхăнса тăракан салтаксем те пур. Эпĕ вĕсенчен пĕрне: „Кай!“ – тесен, вăл каять. Тепĕрне: „Кил!“ – тесен, вăл пырать. Тарçăма та: „Çавна ту!“ – тесе хушсан, вăл тăвать».
(9) Çак сăмахсене илтсен Иисус унран тĕлĕннĕ. Унтан Хăй хыçĕнчен пыракан халăх еннелле çавăрăнса: «Калатăп сире, кунашкал çирĕп ĕненÿ Эпĕ Израильте те курманччĕ», – тенĕ.
(10) Иисус патне янисем каялла тавăрăнсан чирлĕ выртакан тарçă сывалнине курнă.
Тăлăх арăмăн ывăлне вилĕмрен чĕртни
(11) Нумаях та вăхăт иртмен, Иисус Наин хулине кайнă. Унпа пĕрле вĕренекенĕсенчен чылайăшĕ тата темĕн чухлĕ халăх пынă.
(12) Хула хапхи патне çитеспе Вăл хуларан вилнĕ çынна çĕклесе тухакансене тĕл пулнă. Вилни тăлăх арăмăн пĕртен-пĕр ывăлĕ пулнă, халăх унта нумай пуçтарăннă.
(13) Иисус çав тăлăх арăма курсан, ăна хĕрхенсе: «Ан йĕр», – тенĕ.
(14) Унтан Вăл пырса вилене çĕклемеллине сĕртĕннĕ те, ăна çĕклесе пыракансем чарăннă. Иисус вара каланă: «Ачам, сана тăма хушатăп!»
(15) Вилнĕскер çавăнтах тăрса ларнă та калаçма пуçланă. Иисус ăна амăшне панă.
(16) Çынсем пурте хăраса-тĕлĕнсе кайнă, вĕсем Турра мухтаса каланă: «Пирĕн хушшăмăрта аслă пророк тупăнчĕ! Турă Хăйĕн халăхне хăтарма килчĕ!»
(17) Вара Ун çинчен çапла калаçни пĕтĕм Иудейăпа ун таврашĕнчи çĕрсене сарăлнă.
Иоанăн вĕренекенĕсем тата Иисус
(18) Çавăн çинчен йăлтах Иоана хăйĕн вĕренекенĕсем каласа кăтартнă.
(19) Иоанн вара вĕсенчен иккĕшне чĕнсе илнĕ те: «Килмелли Эсĕ-и е пирĕн урăххине кĕтмелле?» – тесе ыйтма Иисус патне янă.
(20) Хайхисем Иисус патне пырсан каланă: «Шыва кĕртекен Иоанн пире Сан патна çапла ыйтма ячĕ: Килмелли Эсĕ-и е пирĕн урăххине кĕтмелле?»
(21) Çавăн чухне Иисус нумай çынна чир-чĕртен сыватнă, усал сывлăшсене хăваласа кăларнă, суккăр çынсенчен чылайăшне куракан тунă.
(22) Иоанн вĕренекенĕсене Иисус çапла каланă: «Кайăр та хăвăр мĕн курни-илтнине Иоана каласа парăр: суккăррисем куракан пулаççĕ, уксаххисем çÿрекен пулаççĕ, юхан-суранлисем тасалаççĕ, хăлхасăррисем илтекен пулаççĕ, вилнисем чĕрĕлеççĕ, чухăннисем Ырă Хыпар итлеççĕ.
(23) Ман пирки иккĕленмен çын телейлĕ».
(24) Иоанн янă çынсем Хăйĕн патĕнчен кайсан Иисус халăха Иоанн çинчен çапла калама пуçланă: «Эсир пуш хире мĕн курма кайрăр? Çилпе хумханса ларакан хăмăша-и?
(25) Мĕн курма кайрăр вара эсир? Капăр тумтир тăхăннă çынна-и? Чаплă тумланакансем, пуян пурăнакансем патша çуртĕнче пурăнаççĕ.
(26) Мĕн курма кайрăр-ха эппин? Пророка курма-и? Çапла, калатăп сире: вăл пророкран та аслă.
(27) „Акă Эпĕ Сан умăнтан Хамăн хыпарçăна яратăп, вăл Сан валли çул хатĕрлесе хурĕ“, – тенĕ Çырнинче. Вăл шăпах çавă.
(28) Калатăп сире: этем йăхĕнче Шыва кĕртекен Иоанран аслăрах пĕр пророк та çук, анчах Турă Патшалăхĕнче чи кĕçĕнни те унран аслă».
(29) Иоана итленĕ пĕтĕм халăх, çав шутрах налук пухакансем те, унран шыва кĕрсе Турра мухтанă.
(30) Фарисейсемпе саккун вĕрентÿçисем кăна Турă ирĕкне хирĕçлесе шыва кĕмен.
(31) Хуçамăр вара çапла каланă: «Çак ăру çыннисене кампа танлаштарам-ши? Кам евĕрлĕ вĕсем?
(32) Вĕсем урамра пĕр-пĕрне çапла кăшкăрса ларакан ачасем евĕрлĕ: „Эпир сирĕншĕн шăхличĕ каларăмăр – эсир ташламарăр. Эпир сирĕншĕн хурлăхлă юрă юрларăмăр – эсир йĕмерĕр“.
(33) Шыва кĕртекен Иоанн килчĕ: çăкăр та çимест, хĕрлĕ эрех те ĕçмест. „Усал ернĕ ăна“, – тетĕр эсир.
(34) Этем Ывăлĕ килчĕ: çиет те, ĕçет те. „Ку çын çиме те, хĕрлĕ эрех ĕçме те юратать. Вăл налук пухакансемпе тата çылăхлă çынсемпе туслă“, – тетĕр эсир.
(35) Анчах та Турă ăслăлăхне ачисем пурте тÿрре кăларчĕç ĕнтĕ».
Çылăхлă хĕрарăма каçарни
(36) Пĕр фарисей Иисуса хăнана чĕннĕ. Иисус вара ун килне кĕнĕ те çиме ларнă.
(37) Çак хулара çылăхлă хĕрарăм пурăннă. Вăл фарисей килĕнче Иисус апат çинине пĕлнĕ те алебастр савăтпа ырă шăршăллă çу, мирă, илсе пынă.
(38) Хĕрарăм, хыçалтан пырса, Иисус ури патĕнче йĕрсе тăнă. Унăн урисем çине куççуль юхтарса хăйĕн çÿçĕпе шăла-шăла илнĕ. Вăл Иисусăн урисене чуптăва-чуптăва мирăпа сĕрнĕ.
(39) Çавна курсан Иисуса чĕнсе кĕртнĕ фарисей хăй ăшĕнче шухăшланă: «Çак Çын чăнах та пророк пулсан, Хăйне кам, мĕнле хĕрарăм сĕртĕннине пĕлĕччĕ, мĕншĕн тесен ку çылăхлă хĕрарăм!»
(40) Иисус ун енне çавăрăнса: «Симон, Ман сана пĕр сăмах каламали пур», – тенĕ. Симон вара: «Вĕрентекен, кала», – тенĕ.
(41) Иисус çапла каланă: «Икĕ çын кивçен паракана парăмлă пулнă: пĕри пилĕк çĕр динарий чухлĕ, тепри алă динарий чухлĕ.
(42) Анчах вĕсен тÿлеме нимĕн те пулманран кивçен панă çын вĕсене иккĕшне те каçарнă. Ĕнтĕ кала-ха, çавсенчен хăшĕ ăна ытларах юратĕ?»
(43) «Хăшне ытларах каçарнă, çавă тесе шутлатăп эпĕ», – тенĕ Симон. «Эсĕ тĕрĕсех шухăшлатăн», – тенĕ Иисус.
(44) Унтан Вăл, хĕрарăм енне çавăрăнса, Симона каланă: «Çак хĕрарăма эсĕ куратăн-и? Эпĕ санăн кил-çуртна кĕтĕм, çапах эсĕ ура çума Мана шыв та памарăн. Ку хĕрарăм вара Ман урасене куççулĕпе çуса, хăйĕн çÿçĕпе шăлса типĕтрĕ.
(45) Эсĕ Мана тăванла чуптумарăн, вăл вара Эпĕ килнĕренпех Манăн урасене пĕр чарăнмасăр чуптăвать.
(46) Эсĕ Манăн пуçăма тип çу та сĕрмерĕн, вăл вара Манăн урасене мирă сĕрчĕ.
(47) Çавăнпа калатăп сана: унăн, çылăха нумай кĕнĕскерĕн, юратулăхĕ нумай пулнăран çылăхĕсем каçарăнаççĕ. Камăн çылăхĕ сахал каçарăнать, çав сахал юратать».
(48) Вара Иисус хĕрарăма каланă: «Санăн çылăхусем каçарăнчĕç».
(49) Унта ларакансем хăйсен ăшĕнче: «Ку кам-ши? Вăл çылăхсене каçарма та пултарать», – тенĕ.
(50) Иисус вара çав хĕрарăма: «Ĕненĕвÿ сана çăлчĕ, канăçлă каях ĕнтĕ», – тенĕ.
Лука 8
Хĕрарăмсем Иисуспа пĕрле çÿрени
(1) Иисус çавăн хыççăн хуласемпе ялсем тăрăх Турă Патшалăхĕ çинчен Ырă Хыпар вĕрентсе çÿренĕ. Унпа пĕрле Вун иккĕшĕ
(2) тата усал сывлăшран, чиртен сыватнă хăш-пĕр хĕрарăмсем пынă. Вĕсем хушшинче ăшĕнчен çичĕ усал сывлăш тухнă Магдалина текен Мария,
(3) Ирод кил-çуртне пăхса тăракан Хуза арăмĕ Иоанна, Сусанна тата урăххисем те нумаййăн пулнă. Вĕсем Иисуса хăйсен пурлăхĕпе пулăшса тăнă.
Акаçă çинчен каланă ытарлăх
(4) Иисус патне тĕрлĕ хуласенчен питĕ нумай халăх пуçтарăннă. Вăл вара ытарлăн калама пуçланă:
(5) «Пĕр акаçă вăрлăх акма тухнă. Вăл акнă чух хăш пĕрчисем çул хĕррине ÿкнĕ; вара вĕсене таптаса пĕтернĕ, вĕçен кайăксем çисе янă.
(6) Хăшĕ чуллă çĕре ÿкнĕ. Нÿрĕк çителĕклĕ пулманран вăл шăтса тухсанах типсе ларнă.
(7) Хăшĕ пиçенлĕ вырăна ÿкнĕ, пиçен çитĕнсе кайнă та калчана пусса лартнă.
(8) Хăшĕ тата пулăхлă çĕр çине ÿкнĕ. Вăл шăтса тухнă та пĕр пĕрчĕрен çĕр пĕрчĕ пултарнă». Çакна каласа пĕтерсен Иисус хытă сасăпа: «Илтме хăлха пурри илттĕр!» – тенĕ.
Ытарлăн калани çинчен
(9) «Ку ытарлăх мĕне пĕлтерет?» – тесе ыйтнă Унран вĕренекенĕсем.
(10) Иисус вĕсене çапла каланă: «Сире Турă Патшалăхĕн вăрттăнлăхĕсене пĕлме панă. Ыттисене, пĕлме паманнисене, Эпĕ ытарлăн калатăп, ĕнтĕ вĕсем пăхсан та курмаççĕ, илтсен те ăнланмаççĕ».
Акаçă çинчен каланă ытарлăха ăнлантарни
(11) «Çак ытарлăх акă мĕне пĕлтерет: вăрлăх вăл – Турă сăмахĕ.
(12) Çул хĕррине ÿкни – сăмаха илтекен çынсене пĕлтерет, анчах, ĕненсе ан çăлăнччăр тесе, вĕсем патне кайран шуйттан пырать те Турă сăмахне вĕсен чĕринчен вăрласа каять.
(13) Чуллă çĕре ÿкни вара çакăн пеккисене пĕлтерет: вĕсем Турă сăмахне илтсен хавасланса йышăнаççĕ, анчах та хăйсем тымарсăр. Унашкаллисем пĕр вăхăт ĕненсе пурăнаççĕ, анчах та тĕрĕслев вăхăтне тÿсеймесĕр ĕненме пăрахаççĕ.
(14) Пиçенлĕ вырăна ÿкни те Турă сăмахне илтекен çынсене пĕлтерет, анчах та пурăнан пурăнăçра вĕсене хĕвĕшÿ, пуянлăх, çĕр çинчи киленĕç пусса лартать те, сăмах вара тĕшĕсĕр пулать.
(15) Пулăхлă çĕр çине ÿкни çакăн пеккисене пĕлтерет: вĕсем илтнĕ сăмаха ырă та таса чун-чĕрере упраççĕ, тÿсĕмлĕ пулса тулли пучах кăлараççĕ».
Çутаткăç çинчен каланă ытарлăх
(16) Иисус татах каланă: «Çутаткăç çутсан никам та ăна чÿлмекпе хупласа хумасть, кравать айне те лартмасть. Пÿрте кĕрекенсем çутăра курччăр тесе ăна çутаткăç лартмалли çине вырнаçтарать.
(17) Вăрттăн туни курăнмасăр юлни çук, пытарса хăварни те палăрманни, çиеле тухманни çук.
(18) Çапла вара хăвăр епле итленине асăрхăр. Камăн пур, ăна татах парĕç. Камăн çук, унăнне пур тесе шутланине те туртса илĕç».
Иисус Христос Амăшĕпе тăванĕсем
(19) Иисусăн Амăшĕпе тăванĕсем Ун патне пынă, анчах çын нумай пулнăран вĕсем Ун çывăхне пырайман.
(20) «Сана курасшăн тулта Аннÿпе тăванусем кĕтсе тăраççĕ», – тенĕ Иисуса.
(21) «Манăн аннем, Манăн тăванăмсем – Турă сăмахне итлекенсем, ăна пăхăнса пурăнакансем», – хуравланă вĕсене Иисус.
Çил-тăвăла чарни
(22) Пĕррехинче Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсемпе кимĕ çине кĕрсе ларнă та вĕсене çапла каланă: «Кÿлĕ тепĕр енне каçар-ха». Унтан вĕсем ишме пуçланă.
(23) Ишсе пынă чух Иисус çывăрса кайнă. Кÿлĕ çинче çил-тăвăл тухнă. Хум çапнипе кимме шыв тула пуçланăран вĕсем хăрушă инкеке кĕрсе ÿкнĕ.
(24) Унтан вĕсем Иисус патне пынă та Ăна вăратса: «Вĕрентÿçĕ! Вĕрентÿçĕ! Эпир пĕтетпĕр!» – тенĕ. Иисус ыйхăран вăрансан çиле те, хумханакан шыва та чарăнма хушнă. Вара пĕтĕмпех лăпланнă та, çанталăк шăпах пулнă.
(25) «Ăçта сирĕн ĕненĕвĕр?» – тенĕ вара вĕсене Иисус. Вĕренекенĕсем хăраса-тĕлĕнсе пĕр-пĕринпе çапла калаçнă: «Кам-ши Ку? Вăл çиле те, шыва та хушать те – вĕсем Ăна пăхăнаççĕ».
Усал ернĕ çынна сыватни
(26) Унтан вĕсем кÿллĕн тепĕр енче Галилейăна хирĕç вырнаçнă Гадара çĕрне ишсе каçнă.
(27) Иисус çыран хĕррине тухсан Ăна хулари пĕр çын тĕл пулнă; вăл тахçантанпах усал ернипе асапланнă. Çавскер тумтирсĕрех çÿренĕ, пурăнасса та пÿрт-çуртра мар, çĕр хăвăлĕнчи тупăклăхсенче пурăннă.
(28) Иисуса курсан вăл кăшкăрса янă та Ун умне ÿксе хытă сасăпа: «Эй, Çÿлти Турă Ывăлĕ, Иисус! Санăн манпа мĕн ĕç пур? Тархасласа ыйтатăп, ан асаплантар мана!» – тенĕ.
(29) Мĕншĕн тесен Иисус усал сывлăша çав çын ăшĕнчен тухма хушнă. Усал сывлăш ăна нумай çул асаплантарнă пулнă. Çынсем унăн алли-урине сăнчăрласа-тимĕрлесе сыхланă пулин те, вăл сăнчăрĕсене тата-тата пăрахнă; вара усал сывлăш ăна çын пурăнман вырăна хăваласа кайнă.
(30) Иисус унран: «Эсĕ мĕн ятлă?» – тесе ыйтнă. «Пулккипех», – тенĕ лешĕ, мĕншĕн тесен ун ăшне нумай-нумай усал кĕнĕ.
(31) Усал сывлăшсем, хăйсене тĕпсĕрлĕхе ан ятăр тесе, Иисуса йăлăнма пуçланă.
(32) Çавăнтах, сăрт çинче, пĕр пысăк сысна кĕтĕвĕ çÿренĕ. Усалсем Иисусран çав сыснасен ăшне кĕме ирĕк памашкăн тархасласа ыйтнă. Иисус вĕсене чарман.
(33) Усал сывлăшсем çын ăшĕнчен тухнă та сыснасем ăшне кĕнĕ. Вара сысна кĕтĕвĕ чăнкă çырантан кÿлле сикнĕ те путса вилнĕ.
(34) Сысна пăхакансем мĕн пулса иртнине курсан хуланалла чупнă, хăйсем мĕн курнине хулара та, таврари ялсенче те кала-кала кăтартнă.
(35) Çынсем мĕн пулнине курма тухнă та Иисус патне пынă. Унпа юнашарах усалсенчен тасалнă, тăхăнса тумланнă çын чипер ăс-тăнпах ларнине курсан вĕсем хăраса ÿкнĕ.
(36) Куçăн куракансем вара вĕсене усал ернĕ çын епле сывални çинчен каласа кăтартнă.
(37) Гадара таврашĕнчи пĕтĕм халăх питĕ хăранипе Иисуса хăйсем патĕнчен кайма тархасланă. Иисус кимĕ çине ларса каялла тавăрăннă.
(38) Усалсенчен тасалнă çын хăйне пĕрле илме ыйтса Иисуса йăлăннă, анчах Иисус ăна çапла каласа янă:
(39) «Эсĕ киле тавăрăн та Турă хăвăншăн мĕн тунине каласа пар». Лешĕ кайнă та Иисус хăйшĕн мĕн тунине хулипех каласа çÿренĕ.
Иаир хĕрне чĕртни тата юн каякан хĕрарăма сыватни
(40) Иисус каялла тавăрăнсан, халăх Ăна хапăл туса йышăннă, мĕншĕн тесен пурте Вăл килессе кĕтнĕ.
(41) Çавăнта Иаир ятлă çын, унти синагога пуçлăхĕ, Иисус патне пынă та, Ун ури умне ÿксех, хăйĕн патне килне пыма тархасланă.
(42) Унăн вун икĕ çулхи пĕртен-пĕр хĕрĕ пулнă, вăл та пулин вилесле чирлĕ выртнă. Иисус пуçлăх килне кайнă чухне Ун тавра халăх кĕпĕрленсе пынă.
(43) Çавăнта вун икĕ çул юн кайнипе асапланакан хĕрарăм пулнă. Вăл тухтăрсем патне çÿресе пĕтĕм пурлăхне пĕтернĕ, çапах ăна пĕри те сыватайман.
(44) Çав хĕрарăм хыçалтан пырса Иисусăн тумтир аркине сĕртĕннĕ те, унăн çавăнтах юн кайма пăрахнă.
(45) Иисус вара: «Кам Мана сĕртĕнчĕ?» – тесе ыйтнă, анчах пурте туннă. Петр та, Иисуспа пĕрле пулнисенчен ыттисем те çапла каланă: «Вĕрентекен! Сан тавра халăх кĕпĕрленсе пырать, хĕстерет. Эсĕ тата Мана кам сĕртĕнчĕ тетĕн».
(46) «Ман çумма пĕри сĕртĕнчĕ, мĕншĕн тесен Эпĕ Хамран хăват тухнине сисрĕм», – тенĕ Иисус.
(47) Хĕрарăм хăй сĕртĕнни сисĕнмесĕр юлманнине курсан Иисус патне чĕтресе пынă. Вара Ун умне ÿксе мĕншĕн сĕртĕннине тата сĕртĕнсенех епле сывалнине Ăна пĕтĕм халăх умĕнче каласа кăтартнă.
(48) Иисус ăна каланă: «Хĕрĕм! Хăюллă пул, ĕненĕвÿ сана çăлчĕ, канăçлă каях», – тенĕ.
(49) Иисус çапла каласа тăнă вăхăтрах синагога пуçлăхĕн килĕнчен ăна пĕр çын пырса каланă: «Хĕрÿ вилсе кайрĕ ĕнтĕ, Вĕрентекене ан та чăрмантар».
(50) Анчах та Иисус, çавна илтсенех, Иаира каланă: «Ан хăра, ĕнен кăна, хĕрÿ çăлăнĕ».
(51) Иаир килне пырсан Иисус унта Петрпа Иоансăр, Иаковсăр тата хĕрĕн ашшĕпе амăшĕсĕр пуçне никама та кĕме хушман.
(52) Пурте хĕршĕн хурланса, хÿхлесе йĕнĕ. «Ан йĕрĕр, вăл вилмен, çывăрать кăна», – тенĕ Иисус.
(53) Хĕр вилнине пĕлнĕрен вĕсем Иисусран кулма пуçланă.
(54) Вара Иисус пурне те тухма хушса хĕре аллинчен тытнă та хыттăн каланă: «Хĕрĕм, тăр!»
(55) Унăн чунĕ каялла кĕнĕ те хĕр çав самантрах тăнă. Иисус ăна апат çитерме хушнă.
(56) Хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ питĕ тĕлĕнсе кайнă. Анчах Иисус вĕсене мĕн пулса иртни çинчен никама та калама хушман.
Лука 9
Иисус вун икĕ апостолне вĕрентсе çÿреме ярать
(1) Иисус вара Вун иккĕшне чĕнсе илнĕ те вĕсене мĕн пур усалсене пăхăнтарма, çынсене чир-чĕртен сыватма вăй-хăват панă.
(2) Унтан вĕсене Турă Патшалăхĕ çинчен ÿкĕтлесе вĕрентме тата чирлисене сыватма янă.
(3) Вăл вĕсене çапла каланă: «Хăвăрпа пĕрле çул çине нимĕн те ан илĕр: туя та, хутаç та, çăкăр та, укçа та, тепĕр кĕпе те.
(4) Сире хăш çуртра хапăл туса йышăнаççĕ, çула тухичченех çавăнта пурăнăр.
(5) Ăçта та пулин сире йышăнмасан, çав хуларан тухса кайнă чух, вĕсене асăрхаттарнине пĕлтерсе, пушмакăр çумĕнчи тусана та силлесе хăварăр».
(6) Вĕренекенĕсем кайнă та ял-хула тăрăх Ырă Хыпар пĕлтерсе çÿренĕ, пур çĕрте те чирлисене сыватнă.
(7) Иисус мĕн-мĕн туни çинчен Ирод пуçлăх та илтнĕ. Вара тĕлĕннипе аптăраса кайнă, мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕрисем: «Ку – Шыва кĕртекен Иоанн! Вăл вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă», – тесе калаçнă.
(8) Хăшĕсем тата: «Илия пророк тепĕр хут çĕр çине килчĕ», – тенĕ. «Авалхи пророксенчен пĕри чĕрĕлсе тăнă пулĕ», – тенĕ тата теприсем.
(9) «Иоанн пуçне эпĕ хамах кастартăм. Ку вара Кам-ши? Ун çинчен эпĕ тĕлĕнмелле сăмахсем илтетĕп», – тенĕ Ирод. Вара вăл Иисуса курма майлă вăхăт шыранă.
Пилĕк пин çынна тăрантарни
(10) Апостолсем тавăрăннă та хăйсем мĕн-мĕн тунине Иисуса каласа кăтартнă. Вара Иисус, Хăйпе пĕрле вĕсене анчах илсе, Вифсаида ятлă хула çывăхĕнчи çын çук вырăна кайнă.
(11) Анчах та халăх, çавна пĕлсе, Ун хыçĕнчен пынă. Иисус вĕсене хапăл тунă, вĕсемпе Турă Патшалăхĕ çинчен калаçнă, сыватма ыйтакансене сыватнă.
(12) Кун каç еннелле сулăна пуçланă. Вара Вун иккĕшĕ Иисус патне пырса çапла каланă: «Халăха яр, вĕсем çывăхри ялсене çĕр выртма кайччăр, апат-çимĕç туянччăр, мĕншĕн тесен кунта çын пурăнман вырăн».
(13) «Çимелли вĕсене эсир хăвăр парăр», – тенĕ Иисус. «Пирĕн кунта пилĕк çăкăрпа икĕ пулă анчах, урăх нимĕн те çук! Çак мĕн пур халăх валли çимелли кайса туянмалла-и вара пирĕн?» – тенĕ вĕренекенĕсем.
(14) Унта пилĕк пин çынна яхăн пулнă. «Вĕсене аллăшарăн йĕркипе çерем çине лартса тухăр», – тенĕ Иисус вĕренекенĕсене.
(15) Вĕсем Иисус хушнă пек тунă. Пурте ларсан,
(16) Вăл пилĕк çăкăрпа икĕ пулла илсе çÿлелле пăхнă та Турра тав тунă. Вара çăкăрпа пулла халăха валеçмешкĕн вĕренекенĕсене хуçа-хуçа панă.
(17) Пурте тăраничченех çинĕ, юлнă татăкĕсене тата вун икĕ кунтăк пухнă.
Иисус Кам пулнине Петр пĕлтерни
(18) Пĕррехинче Иисус çын çук вырăнта кĕлтунă, Унпа пĕрле вĕренекенĕсем кăна пулнă. «Çынсем Мана Кам вырăнне хураççĕ?» – тесе ыйтнă вĕсенчен Иисус.
(19) Вĕренекенĕсем каланă: «Пĕрисем Сана Шыва кĕртекен Иоанн теççĕ. Теприсем Илия пророк теççĕ. Хăшĕ-хăшĕ тата авалхи пророксенчен пĕри чĕрĕлсе тăнă пулĕ тесе калаçаççĕ».
(20) Иисус вĕсенчен çапла ыйтнă: «Эсир хăвăр Мана Кам вырăнне хуратăр?» «Эсĕ – Турă Суйласа илни, Христос», – тавăрса каланă Петр.
Иисус Хăй вилсе чĕрĕлесси çинчен калани
(21) Анчах Вăл вĕсене çавăн çинчен никама та калама хушман.
(22) Иисус Этем Ывăлĕ нумай асап курасси çинчен, ятлă-сумлă çынсемпе аслă священниксем тата саккун вĕрентÿçисем Ăна йышăнас çукки çинчен, Этем Ывăлне вĕлересси çинчен, Вăл виççĕмĕш кунне чĕрĕлсе тăрасси çинчен каланă.
(23) Унтан Иисус пурне те каланă: «Кам Ман хыççăн пырас тет, çав хăй çинчен манса, хăйĕн асап хĕресне йăтса Ман хыççăн пытăр.
(24) Мĕншĕн тесен хăйĕн пурăнăçне упраса хăварас текен ăна çухатĕ. Хăйĕн пурăнăçне Мана халалласа çухатакан ăна упраса хăварĕ.
(25) Хăйĕн чунне пĕтерсе е сиен туса пĕтĕм тĕнчене илнинчен этеме мĕн усси?
(26) Кам Манран тата Ман сăмахăмсенчен вăтанать, Этем Ывăлĕ те Хăйĕн тата Ашшĕн мухтавĕпе, святой ангелĕсен мухтавĕпе килсен унран вăтанĕ.
(27) Чăн калатăп сире, çакăнта тăракансенчен хăшĕ-пĕрисем хăйсем виличченех Турă Патшалăхне курĕç».
Иисус Христос сăн-сăпачĕ улшăнни
(28) Çапла калани пĕр сакăр кун иртсен, Вăл Петра, Иоана тата Иакова Хăйпе пĕрле илнĕ те ту çине кĕлтума хăпарнă.
(29) Кĕлтунă чухне Унăн сăн-сăпăчĕ улшăннă, тумтирĕ чăлт шуралса, йăлтăртатса кайнă.
(30) Çавăнтах икĕ арçын Иисуспа калаçса тăнă: пĕри – Моисей, тепри Илия пулнă,
(31) вĕсене те мухтавлă çутă хупăрласа тăнă. Вĕсем Христосăн Иерусалимра вилмелле пуласси çинчен калаçнă.
(32) Петрпа унăн юлташĕсем ыйхă пуснипе аптăранă. Вăрансан вĕсем мухтавлă çутăри Иисуса тата Унпа юнашар тăракан икĕ çынна курнă.
(33) Çав çынсем Иисус патĕнчен кайсан Петр, хăй мĕн каланине ăнланмасăр, Иисуса çапла каланă: «Вĕрентекен! Епле аван пире кунта. Атьăр эпир виçĕ хÿшĕ тăвар: пĕрне – Сан валли, теприне – Моисей валли тата теприне – Илия валли».
(34) Вăл çапла каласа тăнă чух вĕсене пĕлĕт пырса хупăрласа илнĕ. Пĕлĕт шне пулсан вĕренекенĕсем питĕ хăраса ÿкнĕ.
(35) Пĕлĕтрен вара: «Çакă Манăн савнă Ывăлăм! Ăна итлĕр!» – текен сасă илтĕннĕ.
(36) Çав сасă шăплансан Иисус каллех пĕчченех юлнă. Вĕренекенĕсем вара хăйсем мĕн курни çинчен çав кунсенче никама та каламан.
Усал сывлăш ернĕ ачана сыватни
(37) Тепĕр кунне, вĕсем ту çинчен ансан, Иисуса тем чухлĕ халăх кĕтсе илнĕ.
(38) Халăх хушшинчен сасартăк пĕр çын кăшкăрса янă: «Эй, Вĕрентекен! Сана йăлăнатăп, ман ывăлăма пырса пăхсам, вăл манăн пĕртен-пĕр ача!
(39) Ăна усал сывлăш çулса илет те, вăл шари кăшкăрса ярать, вара хутлатса лартнипе çăварĕнчен кăпăк кăларма пуçлать; ачана вĕлересле асаплантарсан тин усал сывлăш аран-аран лăпланать.
(40) Ăна хăваласа кăларма эпĕ Санăн вĕренекенÿсенчен ыйтрăм, анчах вĕсем пултараймарĕç».
(41) «Эх, ĕненмен, пăсăк ăру! Тата хăçанччен Эпĕ сирĕнпе пулăп, хăçанччен тÿссе тăрăп сире? Хăвăн ывăлна илсе кил кунта», – тавăрса каланă Иисус.
(42) Ача утса пынă чухнех усал ăна çĕре ÿкернĕ те чĕтретме пуçланă. Анчах та Иисус, усал сывлăша чарса, ачана сыватнă та ашшĕне панă.
(43) Пĕтĕм халăх Турă аслăлăхĕнчен тĕлĕннĕ.
Иисус Хăй вилсе чĕрĕлесси çинчен тепĕр хут калани
Иисус мĕн тунинчен çапла пурте тĕлĕнсе тăнă чух Вăл вĕренекенĕсене каланă:
(44) «Çак сăмахăмсене эсир лайăх астуса юлăр: Этем Ывăлне çынсен аллине тытса парĕç».
(45) Анчах та çак сăмаха вĕсем ăнланман. Иисус калани вĕсемшĕн пытарăнчăк пулнăран вĕсем ăна пĕлеймен, Хăйĕнчен вара çавăн çинчен ыйтма хăранă.
Кам аслăрах
(46) «Пирĕнтен хăшĕ аслăрах?» – тесе шухăшлама пуçланă вĕренекенĕсем.
(47) Иисус, вĕсен пуçĕнчи шухăша пĕлсе, пĕр ачана Хăй умне илсе пырса тăратнă та
(48) вĕсене çапла каланă: «Кам çак ачана Ман ятăмшăн хапăл тăвать, вăл Мана йышăнать. Мана хапăл тăвакан Мана кунта Яракана йышăнать. Сирĕнтен кам хăйне кĕçĕне хурать, çав аслă пулĕ».
(49) «Вĕрентекен, эпир Сан ятупа усалсене хăваласа кăларакан çынна тĕл пултăмăр. Вăл пирĕнпе пĕрле çÿремен пирки эпир Ăна чартăмăр», – тенĕ Ăна çавăн чухне Иоанн.
(50) «Ан чарăр ăна, кам сире хирĕç мар, çав сире майлă», – хуравланă Иисус. Этем Ывăлĕ пĕтерме мар, çăлма килнĕ
(51) Иисуса ку тĕнчерен илес вăхăт çывхарса пынă май Вăл хăюллăнах Иерусалима кайма шутланă.
(52) Вăл вара Хăй умĕнчен хыпарлама вĕренекенĕсене янă. Лешсем кайнă та Иисус пынă çĕре вырăн хатĕрлеме Самарири пĕр яла кĕнĕ.
(53) Анчах ял халăхĕ Иисуса унта кĕртмен, мĕншĕн тесен Вăл çынсене Иерусалима кайма тухнă çул çÿревçĕ пек туйăннă.
(54) Çавна курсан Унăн вĕренекенĕсем Иаковпа Иоанн çапла каланă: «Хуçамăр! Кмăлу пулсан, тÿперен вут-çулăм антарса пирĕн те çак яла Илия тунă пекех çунтарса ямалла мар-и?»
(55) Анчах та Иисус вĕсем еннелле çавăрăннă та чарса çапла каланă: «Чун-чĕрĕрсем мĕнле Сывлăшпа тулнине те пĕлместĕр.
(56) Этем Ывăлĕ çын чунне пĕтерме килмен, çăлма килнĕ». Унтан вĕсем тепĕр яла кайнă.
Иисус хыçĕнчен пырасси
(57) Вĕсем çулпа пынă чух пĕр çын Иисуса каланă: «Хуçамăр! Эсĕ кирек ăçта кайсан та, эпĕ Сан хыççăн пыракан пулăп».
(58) Иисус ăна хирĕç: «Тиллĕн те шăтăкĕ пур, вĕçен кайăкăн та йăви пур, Этем Ывăлĕн кăна пуçне хурса канмалăх вырăнĕ çук», – тенĕ.
(59) «Ман хыçăмран пыракан пул», – тенĕ Вăл тепĕр çынна. Лешĕ вара çапла каланă: «Хуçамăр! Ирĕк парсамччĕ: вилнĕ аттене кайса пытарам малтан».
(60) «Вилнĕ çыннисене вилĕмлисемех пытарччăр. Эсĕ вара кай та Турă Патшалăхĕ çинчен пĕлтерсе çÿре», – тенĕ ăна Иисус.
(61) «Хуçамăр, эпĕ Сан хыçăнтан пырăп, анчах малтан Эсĕ мана килтисемпе сывпуллашма ирĕк парсамччĕ», – тенĕ Ăна тата тепри.
(62) «Сухапуç тытсан каялла çавăрăнса пăхакан Турă Патшалăхĕшĕн шанчăклă мар», – тавăрнă Иисус.
Лука 10
Çитмĕл вĕренекенне Ырă Хыпар пĕлтерме яни
(1) Çавăн хыççăн Хуçамăр татах тепĕр çитмĕл вĕренекен суйласа илнĕ. Вара вĕсене Хăйĕн умĕнчен икшерĕн-икшерĕн Хăй кайма шухăшланă хуласемпе ялсене янă.
(2) Иисус вĕсене çапла каланă: «Вырмалли нумай та, выраканĕ сахал. Çапла ĕнтĕ, ани çине выраканĕсене ятăр тесе, ана Хуçине йăлăнăр.
(3) Кайăр, Эпĕ сире кашкăрсем хушшине путексене янă пек яратăп.
(4) Хăвăрпа пĕрле укçа енчĕкĕ те, хутаç та, урана тăхăнмалли те ан илĕр. Çул çинче чарăнса никампа та калаçса ан тăрăр.
(5) Мĕнле те пулин çурта кĕрсен эсир малтан: „Çак кил-йыша канăçлăх пултăр!“ – тесе саламлăр.
(6) Унта канăçлăх çынни пулсан, сирĕн канăçлăхăр ун чунне кĕрĕ. Канăçлăх çынни пулмасан, эсир ырă сунни хăвăрах тавăрăнĕ.
(7) Хăвăра хапăлласа йышăннă çуртрах пурăнăр, мĕн сĕнеççĕ, çавна ĕçсе çийĕр. Мĕншĕн тесен ĕçлекен çын хăй ĕçĕшĕн тÿлев илме тивĕçлĕ. Пĕр çуртран тепĕр çурта куçса ан çÿрĕр.
(8) Эсир мĕнле те пулин хулана пырсан, унта сире хапăл туса мĕн çиме парĕç, çавна çийĕр.
(9) Унти чирлĕ çынсене сыватăр, „Сирĕн патăра Турă Патшалăхĕ çывхарчĕ“, – тейĕр вĕсене.
(10) Енчен те сире пĕр-пĕр хулара хапăл тумасан, эсир çав хула урамĕсем тăрăх çапла каласа çÿрĕр:
(11) „Акă сирĕн хулăрта пушмак çумне çыпçăннă тусана та хăвăр патăртах силлесе хăваратпăр. Çапах та эсир Турă Патшалăхĕ çывхарнине пĕлсе тăрăр!“ – тейĕр.
(12) Калатăп сире: суд кунĕнче Содома та çав хуларан çăмăлтарах пулĕ».
Ĕненмен хуласене асăрхаттарни
(13) «Хуйхă пулĕ сана, Хоразин! Хуйхă пулĕ сана, Вифсаида! Эсир курнă хăватсене Тирпа Сидонра кăтартнă пулсан вĕсем тахçанах хуйхă тумтирĕ тăхăнса, хурланса çылăхĕсенчен ÿкĕннĕ пулĕччĕç.
(14) Çавăнпа судра Тирпа Сидон хулисене сирĕнтен çăмăлтарах пулĕ.
(15) Санăн та, хăвна тÿпе таранах мăнна хуракан Капернаум хули, тамăк тĕпнех анса каймалла пулĕ.
(16) Сире итлекен Мана итлет, сире йышăнманни Мана йышăнмасть. Мана йышăнман çын Мана кунта Яракана йышăнмасть».
Çитмĕл вĕренекенĕ тавăрăнни
(17) Çитмĕл вĕренекенĕ савăнса тавăрăннă та Иисуса каланă: «Хуçамăр! Сан ятна асăнсанах пире усалсем те пăхăнаççĕ».
(18) Иисус вĕсене çапла каланă: «Шуйттан пĕлĕт çинчен çиçĕм пек ÿкнине Эпĕ куртăм.
(19) Акă Эпĕ сире çĕленсене, скорпионсене таптама, тăшманăн мĕн пур вăйне çĕнтерме хăват паратăп. Сире ĕнтĕ нимĕн те сиен тăваймĕ.
(20) Çапах эсир усал сывлăшсем хăвăра пăхăннишĕн мар, тÿпере хăвăр ятăрсем çырăннишĕн савăнăр».
Иисус савăнса кĕлтуни
(21) Çав вăхăтрах Иисус кăмăлĕпе çĕкленсе çапла каланă: «Эй, Аттем, çĕрпе пĕлĕт Хуçи! Эсĕ çакна ăслă-тăнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пĕлмелле тунăшăн Сана мухтатăп. Çапла, Аттем! Санăн ырă ирĕкÿ çавнашкал пулнă».
(22) Унтан вĕренекенĕсем еннелле çавăрăннă та: «Аттем Мана йăлтах панă. Ывăлĕ камне Ашшĕсĕр пуçне никам та пĕлмест. Ашшĕ камне те Ывăлĕсĕр пуçне никам та пĕлмест, Ывăлĕ пĕлтерес тесен анчах пĕлĕç», – тенĕ.
(23) Унтан Вăл, вĕренекенĕсем енне çавăрăнса, вĕсене çеç илтмелле каланă: «Сирĕн куçăрсем мĕн курнине куракан çын телейлĕ.
(24) Калатăп сире: пророксем те, патшасем те нумайăшĕ эсир мĕн курнине курасшăнччĕ те – кураймарĕç, эсир мĕн илтнине илтесшĕнччĕ те – илтеймерĕç».
Ырă кăмăллă Самари çынни çинчен каланă ытарлăх
(25) Çавăн чухне пĕр çын, саккун вĕрентÿçи, мала тухнă та Иисуса илĕртсе тĕрĕслес тесе çапла ыйтнă: «Вĕрентекен! Ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулас тесен манăн мĕн тумалла?»
(26) «Саккунра мĕн çырнă? Эсĕ ăна вуланă вĕт-ха», – тенĕ Иисус.
(27) Лешĕ çапла хуравланă: «Хуçа Турруна пĕтĕм чĕререн, пĕтĕм чунран, пĕтĕм вăй-халтан, пĕтĕм ăс-халтан юрат. Çывăх çыннуна хăвна юратнă пек юрат».
(28) Иисус ăна хирĕç: «Эсĕ тĕрĕс каларăн. Çапла ту, вара ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулăн», – тенĕ.
(29) Анчах та саккун вĕрентÿçи хăйне тÿрре кăларасшăн Иисусран татах ыйтнă: «Ман çывăх çыннăм кам?»
(30) Иисус ăна çапла тавăрса каланă: «Пĕр çын Иерусалимран Иерихона кайма тухнă. Çул çинче ăна вăрă-хурахсем тапăннă та çаратса, хĕнесе пĕтернĕ. Унтан вилес патне çитнĕскерне пăрахса хăварнă.
(31) Ăнсăртран çав çулпа пĕр священник иртсе пынă. Вăл, аманнă çынна курсан, айккинчен пăрăнса кайнă.
(32) Кшт тăрсан çав вырăна левит çитнĕ. Вăл патнерех пырса пăхнă та çавнашкалах пăрăнса иртсе кайнă.
(33) Çав çулпах пĕр Самари çынни ашакпа пынă. Мĕскĕне курсассăн вăл питĕ шелленĕ.
(34) Вара унăн суранĕсене эрехпе олив çăвĕ сĕрсе, эмеллесе çыхнă. Унтан ăна ашакĕ çине лартнă та хăна çуртне илсе кайнă. Хăна çуртĕнче те вăл уншăн тăрăшнă.
(35) Тепĕр кунне, хăй тухса каяс умĕн, хăна çурчĕн хуçине вăл икĕ динарий панă та: „Эсĕ çак çынна пăх-ха. Ку укçа çитмесен, эпĕ каялла тавăрăннă чух уншăн сана татах тÿлĕп“, – тенĕ.
(36) Эсĕ мĕнле шутлатăн ĕнтĕ? – ыйтнă Иисус унран. – Вăрă-хурахсен аллине лекнĕ çыншăн çав виççĕшĕнчен хăшĕ çывăххи пулнă?»
(37) «Ăна хĕрхенсе пулăшаканни», – тенĕ саккун вĕрентÿçи. Вара Иисус ăна çапла каланă: «Кай та эсĕ те
Иисус Марфăпа Мария патĕнче
(38) Çулпа малалла пынă чухне Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕр яла кĕнĕ. Унта Ăна Марфа ятлă пĕр хĕрарăм хăй килне чĕнсе кĕртнĕ.
(39) Унăн Мария ятлă йăмăкĕ пулнă. Вăл Иисус ури патне пырса ларнă та Ун сăмахĕсене итлеме пуçланă.
(40) Марфа вара хăнана чаплăрах ĕçтерсе çитересчĕ тесе тăрăшнă. Унтан вăл Иисус патне пынă та çапла каланă: «Хуçамăр! Йамăк мана пĕчченех ĕçлеттерни Сана нимех те мар-и? Мана пулăшма кала-ха ăна!»
(41) –
(42) «Эй, Марфа, Марфа, – тесе хуравланă Иисус, – эсĕ нумайшăн чăрманса, хыпкаланса çÿретĕн, кирли вара пĕрре кăна. Мария чи кирлине суйласа илчĕ, çавна унран никам та туртса илеймĕ».
Лука 11
Иисус кĕлтума вĕрентни
(1) Пĕррехинче Иисус кĕлтунă. Кĕлтуса пĕтерсен пĕр вĕренекенĕ Унран: «Хуçамăр, Иоанн хăйĕн вĕренекенĕсене вĕрентнĕ пек, пире те кĕлтума вĕрент-ха», – тесе ыйтнă.
(2) Иисус вĕсене каланă: «Кĕлтунă чухне эсир çапла калăр: „Эй, Çÿлти Аттемĕр! Санăн яту хисеплентĕр; Санăн Патшалăху килтĕр; Санăн ирĕкÿ çĕр çинче те çÿлти пекех пултăр;
(3) куллен пире пурăнмалăх çăкăр пар,
(4) пирĕн çылăхсене каçар: эпир те хамăра парăмлă пулнисене кирек кама та каçаратпăр; çылăха ан кĕрт пире, усалтан хăтар пире“, – тейĕр».
(5) Иисус татах вĕсене каланă: «Акă, тĕслĕхрен, сирĕн хушшăрта камăн та пулин пĕр тусĕ пултăр. Вăл ун патне çур çĕр тĕлĕнче пытăр та: „Тусăм, мана кивçен виçĕ çăкăр пар-ха,
(6) çула май ман пата юлташ кĕчĕ те, манăн ăна хăналама нимĕн те çук“, – тесе ыйттăр.
(7) Тусĕ шалтан ăна хирĕç: „Ан чăрмантарса çÿре! Эпĕ алăксене питĕрнĕ ĕнтĕ, ачасем те вырăн çинче хампа пĕрле çывăраççĕ. Тăрса çăкăр параймастăп сана“, – тетĕр.
(8) Калатăп сире: вăл ăна туслă пулнишĕн тăрса парас темесен те, лешĕ тимлесе йăлăннине кура, вырăнĕ çинчен тăрĕ те ăна ыйтнă чухлĕ парĕ.
(9) Эпĕ те сире калатăп: ыйтăр – вара сире парĕç, шырăр – вара тупăр, шаккăр – вара сире уçĕç.
(10) Мĕншĕн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уçаççĕ.
(11) Сирĕн хушшăрта çăкăр ыйтакан ывăлне чул паракан ашшĕ пур-и? Е пулă ыйтсан, пулă вырăнне ăна çĕлен параканĕ пур-и?
(12) Е çăмарта ыйтакан ывăлне скорпион паракан ашшĕ пур-и?
(13) Çапла ĕнтĕ эсир, усал пулин те, ачăрсене ырă япала пама пĕлетĕр пулсан, Çÿлти Аçăр Хăйĕнчен ыйтакансене Святой Сывлăшне паратех».
Усалсене Иисус мĕнле хăватпа хăваласа кăларать
(14) Пĕррехинче Иисус чĕлхесĕр тăвакан усала çын ăшĕнчен хăваласа кăларнă. Усалĕ тухсан чĕлхесĕр çын калаçма пуçланă; вара халăх тĕлĕнсех кайнă.
(15) «Усалсене Вăл усалсен пуçлăхĕн, Веельзевулăн, хăвачĕпе хăваласа кăларать!» – тенĕ хăшĕ-пĕрисем.
(16) Теприсем тата, Иисуса тĕрĕслес тесе, тÿперен хăват кăтартма хистесех ыйтнă.
(17) Анчах та Иисус, çынсен шухăшĕсене пĕлсе, вĕсене çапла каланă: «Кирек мĕнле патшалăх та хирĕçсе-пайланса кайсан пушанса юлать. Кил-йыш та хирĕçсе-пайланса кайсан арканать.
(18) Шуйттан та хăйпе хăй хирĕçет пулсан, унăн патшалăхĕ епле тытăнса тăрайтăр? Эсир вара Мана усалсене Веельзевул хăвачĕпе хăваласа кăларать тетĕр.
(19) Эпĕ усалсене Веельзевул хăвачĕпе хăваласа кăларатăп пулсан, апла сирĕн халăх ывăлĕсем вĕсене кам хăвачĕпе хăваласа кăлараççĕ? Çавăнпа сире суд тăвакансем те вĕсемех пулĕç.
(20) Эпĕ усалсене Турă хăвачĕпе хăваласа кăларатăп пулсан, эппин, паллах, сирĕн патăра Турă Патшалăхĕ çитнĕ пулать.
(21) Вăйлă çын хăйĕн çуртне хĕçпе хуралланă чухне унăн пурлăхĕ шанчăклă упранса тăрать.
(22) Анчах та хăйĕнчен те вăйлăраххи ăна тапăнса çĕнтерсен, вăл унăнне шанса тăнă хĕçĕ-сăннине йăлтах туртса илĕ, çаратнă пурлăхне салатса пĕтерĕ.
(23) Кам Ман майлă мар, вăл Мана хирĕç. Кам Манпа пĕрле пухмасть, вăл салатса пĕтерет.
(24) Çын ăшĕнчен тухсан усал сывлăш канлĕх шыраса шывсăр вырăнсенче çапкаланса çÿрет. Вара хăй валли вырăн тупаймасăр: „Хам тухнă çуртăма каялла тавăрăнам-ха“, – тет.
(25) Унтан тавăрăнать те тирпейлесе тасатнă çурт курать.
(26) Вара вăл каять те хăйпе пĕрле хăйĕнчен те усалтарах тепĕр çичĕ сывлăша ертсе пырать. Çавăнтах вĕсем ун ăшне кĕрсе пурăнма пуçлаççĕ. Çав çынна вара малтанхинчен те начартарах пулать».
(27) Иисус çапла каласа тăнă чухне пĕр хĕрарăм халăх хушшинчен: «Сана çуратса кăкăр çитернĕ Аннÿ телейлĕ!» – тесе кăшкăрнă.
(28) «Турă сăмахне илтекенсем, ăна пурнăçлакансем телейлĕ», – тенĕ вара Иисус.
Хăват кăтартма ыйтни
(29) Халăх йышлăн пуçтарăнсан Иисус çапла калама пуçланă: «Çак усал ăру хăватшăн антăхать, анчах та Иона пророк хăвачĕсĕр пуçне ăна нимĕнле хăват та пулмĕ.
(30) Иона Ниневи çыннисемшĕн мĕнле хăват пулнă, Этем Ывăлĕ те çак ăрушăн çаплах пулĕ.
(31) Суд кунĕ çитсен кăнтăрти çĕр-шыври хĕрарăм патша çак ру çыннисемпе пĕрле чĕрĕлсе тăрĕ те вĕсене айăплĕ, мĕншĕн тесен вăл Соломон ăслăлăхне итлеме тĕнче хĕрринченех килнĕ пулнă. Акă халĕ кунта Соломонран та Аслăраххи пур.
(32) Суд кунĕ çитсен Ниневи çыннисем çак ăрупа пĕрле чĕрĕлсе тăрĕç те ăна айăплĕç, мĕншĕн тесен вĕсем Иона ÿкĕтленине илтсен ÿкĕннĕ пулнă. Акă халĕ кунта Ионăран та Аслăраххи пур».
Куç – ÿт-пÿ çутаткăçĕ
(33) «Çутаткăç çутсан ăна никам та курăнман вырăна е чÿлмекпе хупласа лартмасть; пÿрте кĕрекенсем çутăра курччăр тесе ăна çутаткăç лартмалли çине вырнаçтарать.
(34) Куç – ÿт-пÿ çутаткăçĕ. Çавăнпа ĕнтĕ санăн куçу таса пулсан пĕтĕм ÿт-пĕвÿ те çутă пулĕ. Эсĕ таса мар куçлă пулсан санăн ÿт-пĕвÿ те тĕксĕм пулĕ.
(35) Çапла вара, асăрхан: сан ăшунти çутту тĕттĕм мар-и?
(36) Санăн ÿт-пĕвÿ пĕтĕмпех çутă пулсан, пĕр пайĕ те тĕксĕм мар пулсан, вара сана çутаткăç хăйĕн çутипе çутатнă пек, санăн пурте çутă пулĕ».
Фарисейсемпе саккун вĕрентÿçисене питлени
(37) Çакна каланă чухне пĕр фарисей Ăна хăй патне кăнтăрлахи апат тума чĕннĕ. Фарисей килне пырсан Иисус çиме ларнă.
(38) Апат çиес умĕн Вăл аллине çуманнине курсан фарисей питĕ тĕлĕннĕ.
(39) Анчах та Хуçамăр ăна çапла каланă: «Акă эсир, фарисейсем, чашăк-тирĕк тулашне тасататăр, анчах ăшăр-чикĕр çăткăнлăхпа, усаллăхпа тулнă.
(40) Ăссăрсем! Тулашне Кам пултарнă, ăшне те Çавах пултарман-и вара?
(41) Тиркесе лариччен хăвăрăн мул чашăкĕнчен чухăнсене уйăрса парăр, вара сирĕн пурте таса пулĕ.
(42) Фарисейсем, хуйхă пулĕ сире! Эсир пĕтнĕк курăкĕн, çу курăкĕн тата тĕрлĕ пахча çимĕçĕн вуннăмĕш пайне Турăшăн паратăр, анчах тĕрĕслĕх çинчен, Турă юратăвĕ çинчен шухăшламастăр. Сирĕн çакна та туса тăмалла, лешне те манмалла мар.
(43) Фарисейсем, хуйхă пулĕ сире! Эсир синагогăра малта ларма юрататăр, халăх йышлă çĕрте хăвăра саламланине килĕштеретĕр.
(44) Саккун вĕрентÿçисемпе фарисейсем, икĕ питлĕскерсем, хуйхă пулĕ сире! Эсир – манăçнă масарти тупăксем евĕрлĕ. Çынсем вĕсем çинче утса çÿреççĕ, анчах мĕн çинче утса çÿренине пĕлмеççĕ».
(45) Çак сăмахсене илтсен саккун вĕрентÿçисенчен пĕри Ăна: «Вĕрентекен, кун пек каласа Эсĕ пире те кÿрентеретĕн», – тенĕ.
(46) Анчах та Иисус тата çапла каланă: «Сире те, саккун вĕрентÿçисем, хуйхă пулĕ, мĕншĕн тесен эсир çынсем çине чăтма çук йывăр çĕклем хуратăр, анчах та хăвăр пÿрнĕре те хускатмастăр.
(47) Хуйхă пулĕ сире! Эсир пророксем валли капăр тупăклăхсем тăватăр та-ха, анчах та вĕсене сирĕн мăн аслаçăрсем вĕлернĕ-çке!
(48) Çапла туса эсир хăвăр мăн аслаçăрсен ĕçне ырланине çирĕплететĕр; вĕсем пророксене вĕлернĕ, эсир пророксем валли тупăклăхсем тăватăр.
(49) Турă ăслăлăхĕ çапла каланă ĕнтĕ: „Вĕсем патне Эпĕ пророксене, апостолсене ярăп. Пĕрисене вĕсем вĕлерĕç, теприсене хăваласа ярĕç“.
(50) Çавăнпа ĕнтĕ тĕнчене пултарнăранпа юхнă пур пророксен юнĕшĕн те çак ăру айăпа юлĕ.
(51) Авель юнĕнчен пуçласа Турă Çурчĕн картишĕнче, парне вырăнĕ умĕнче, вĕлернĕ Захария юнĕ таранах çак ăрăвăн явап тытмалла пулĕ. Чăн калатăп сире: вĕсемшĕн пĕтĕмпех çак ăру çыннисем айăпа юлĕç.
(52) Саккун вĕрентÿçисем, хуйхă пулĕ сире! Эсир пĕлÿлĕхĕн çăраççине хăвăр алла илнĕ те, хăвăр та кĕместĕр, кĕрес текенсене те кĕртместĕр».
(53) Çак сăмахсене каланă чухне саккун вĕрентÿçисемпе фарисейсем Ăна хĕстерсех çитернĕ, нумай ыйту çине хурав пама хистенĕ,
(54) Хăйĕн çăварĕнчен тухакан сăмахпа Хăйнех айăпламашкăн сăлтав тупма тăрăшнă.
Лука 12
Икĕпитлĕхрен асăрхаттарни
(1) Çав хушăра унта темиçе пин çын пуçтарăннă, тăвăр пулнипе вĕсем пĕр-пĕрне хĕстернĕ. Иисус вара Хăйĕн вĕренекенĕсем енне çавăрăнса çапла каланă: «Фарисейсен кăвас тĕпĕнчен – вĕсен икĕпитлĕхĕнчен – сыхланăр.
(2) Пытарса хăварни те çиеле тухатех, вăрттăнни те паллă пулатех.
(3) Çавăнпа эсир тĕттĕмре мĕн каланине çутă çĕрте илтĕç. Шалти пÿлĕмре хăлхаран каланине те ял илтмелле кăшкăрĕç».
Камран хăрамалла
(4) «Сире, Хамăн тусăмсене, калатăп: ÿт-пĕве пĕтерекенсенчен ан хăрăр, вĕсем сире унтан ытла нимĕн те тăваймĕç.
(5) Камран хăрамаллине калам: вĕлерсен тамăка пăрахма пултараканран хăрăр. Чăн калатăп сире, çавăнтан хăрăр.
(6) Пилĕк пĕчĕкçĕ вĕçен кайăка икĕ ассарийлĕхе сутмаççĕ-и? Çапах та Турă вĕсене пĕрне те манмасть.
(7) Сирĕн пуçăр çинчи çÿç пĕрчисем те пĕтĕмпех шутра. Çавăнпа ĕнтĕ ан хăрăр: эсир, паллах, пĕчĕкçĕ вĕçен кайăк йышĕнчен хаклăрах».
Çынсем умĕнче Христос çинчен каласа парасси
(8) «Калатăп сире: кам та кам халăх умĕнче Мана ĕненнине пĕлтерет, Этем Ывăлĕ те Туррăн ангелĕсем умĕнче çав çын çинчен пĕлтерĕ.
(9) Кам халăх умĕнче Мана пĕлмĕш пулать, ăна хăйне те Туррăн ангелĕсем умĕнче пĕлмĕш пулĕç.
(10) Этем Ывăлне хирĕç сăмах калакана кирек кама та каçарĕç, анчах Святой Сывлăша хурлакана каçармĕç.
(11) Сире айăплама синагогăсене, пуçлăхсемпе влаçсем патне илсе пырсан, епле хуравлас, мĕн тавăрса калас тесе ан кулянăр,
(12) мĕншĕн тесен çав самантра мĕн каламаллине сире Святой Сывлăш вĕрентĕ».
Ăссăр пуян çинчен каланă ытарлăх
(13) Халăх хушшинчен пĕр çын Иисуса каланă: «Вĕрентекен, манăн пиччене кала-ха, аттерен юлнă пурлăха вăл мана та уйăрса патăр».
(14) Иисус çав çынна: «Эй, этем! Мана сире суд тума е пурлăхăра уйăрма лартнă-им?» – тенĕ.
(15) Унтан Вăл халăха çапла каланă: «Асăрханăр, пуянлăха ан хапсăнăр, мĕншĕн тесен çыннăн пурăнăçĕ пурлăх нумаййинчен килмест».
(16) Иисус вĕсене çапла ытарлăх каласа панă: «Пĕр пуян çыннăн хирĕнче тырă питĕ ăнса пулнă.
(17) Вара вăл: „Ман ĕнтĕ мĕн тăвас-ши? Вырса пуçтарнă тырра усрама вырăн çитмест“, – тесе шухăшланă.
(18) Унтан çапла шут тунă: „Акă мĕн тăвăп. Ампарсене пăсса пысăкраххисем туса лартăп. Вара пĕтĕм тырра, мĕн пур пуянлăха çавăнта пуçтарса хурăп.
(19) Кайран хама: санăн пурлăху нумай ĕнтĕ, темиçе çула çитмелĕх те выртать. Ĕçсе çи те савăнса кан!“ – тейĕп.
(20) Анчах Турă ăна каланă: „Эй, ăссăр! Кĕçĕрех сан чунна илĕç. Эсĕ хатĕрлесе хуни кама юлĕ?“
(21) Турă умĕнче сумлă пулас вырăнне хăйшĕн мул пухакан кашни çынпах çапла пулĕ».
Çÿлти Аçăра шанăр
(22) «Çавăнпа Эпĕ сире калатăп, – тенĕ Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене, – чуна усрамалăх ĕçме-çиме пирки те, кĕлеткене тăхăнмалăх тумтир пирки те ан кулянăр.
(23) Чун – апат-çимĕçрен, кĕлетке тумтиртен пахарах!
(24) Çăхансем çине пăхăр-ха: вĕсем акмаççĕ, вырмаççĕ; вĕсен ампарĕ те, кĕлечĕ те çук, çапах вĕсене Турă тăрантарать. Эсир вĕçен кайăксенчен мĕн чухлĕ пахарах!
(25) Хăй тăрăшнипе сирĕнтен хăшĕ шит чухлĕ те пулин ÿсме пултарайĕ?
(26) Çапла вара, пĕчĕкçĕ ĕçе те тăваймастăр пулсан, ыттишĕн мĕн кулянатăр эппин?
(27) Чечексем епле ÿснине сăнăр-ха. Вĕсем тертленсе çип арламаççĕ, анчах та сире акă мĕн калатăп: тем тери чаплă пулнă пулин те, Соломон патша пĕр хир чечекĕ чухлĕ те тумланайман.
(28) Эй, çителĕксĕр ĕнененекенсем! Паян пур та ыран вута кăна пăрахмалли хирти курăка та Турă çапла çи-пуç парать пулсан, сире тата ытларах памĕ-и?
(29) Çапла вара, мĕн ĕçес-ши, мĕн çиес-ши тесе ан тăрмашăр, ан пăшăрханăр.
(30) Çавсемшĕн пуриншĕн те çак тĕнче çыннисем тăрăшаççĕ. Вăл япаласем сире кирлине вара Çÿлти Аçăр ахалех пĕлсе тăрать.
(31) Эсир чи малтан Турă Патшалăхне ăнтăлса шырăр, ытти вара сирĕн пурте пулĕ.
(32) Эй, пĕчĕк кĕтĕвĕм, ан хăра! Аçăр сире Патшалăх пама кăмăл тунă.
(33) Хăвăрăн пурлăхăра сутăр та чухăнсене пулăшăр. Вара хăвăршăн тÿпере арканми арча, иксĕлми пурлăх хатĕрлесе хурăр. Унта вăрă та пымасть, кĕве те çимест.
(34) Сирĕн пурлăхăр ăçта, чун-чĕрĕр те çавăнтах пулĕ».
Сыхă пулма калани
(35) «Яланах хатĕр пулăр, сирĕн çутаткăçсем çунса тăччăр;
(36) эсир хуçи туйран тавăрăнасса кĕтекен çынсем пек пулăр. Вăл пырса шаккасан вĕсем çавăнтах ăна алăк уçса кĕртеççĕ.
(37) Хăйсен хуçине кĕтсе хатĕр тăракан чурасем телейлĕ! Чăн калатăп сире: хуçи тавăрăнĕ те пилĕкне çыхса вĕсене сĕтел хушшине лартĕ, вĕсене хăналĕ.
(38) Тен, çав чурасен çур çĕрччен е тул çутăличченех хуçине кĕтмелле пулĕ. Хуçи пырĕ те вĕсем çывăрманнине курĕ. Сыхă тăракан чурасем тата телейлĕрех.
(39) Çакна астăвăр: вăрă хăш вăхăтра килессе пĕлсен кил хуçи сыхă тăрĕччĕ, ăна хăйĕн çуртне çĕмĕрсе кĕме памĕччĕ.
(40) Çавăнпа эсир те хатĕр тăрăр, мĕншĕн тесен Этем Ывăлĕ кĕтмен-туман вăхăтра килĕ».
Шанчăклă тата шанчăксăр чурасем çинчен
(41) Вара Петр ыйтнă: «Хуçамăр, çак ытарлăха Эсĕ пирĕн валли калатăн-и е вăл пурин валли те?»
(42) Иисус вара çапла каланă: «Кам шанчăклă, ăслă кил пăхакан? Калăпăр, хуçи хăйĕн ытти тарçисене пăхса тăма, вăхăтра çăкăр валеçме пĕр чурине уйăрса лартнă.
(43) Хуçи тавăрăннă чухне хушнине туса тăракан чура телейлĕ пулĕ.
(44) Чăн калатăп сире: хуçа ăна хăйĕн пĕтĕм пурлăхне пăхса тăраканĕ тăвĕ.
(45) Калăпăр, çав чура хăй ăшĕнче: „Хуçам халех килмĕ-ха“, – тесе, арçын тарçисене те, хĕрарăм тарçисене те хĕнеме пуçлĕ, ĕçсе-çисе ÿсĕрĕлсе çÿрĕ.
(46) Хайхи чура хуçи кĕтмен-туман вăхăтра килĕ те, ăна асаплантарса вĕлерсе, унăн шăпине ĕненмен çынсеннипе пĕрешкелех татса парĕ.
(47) Ĕнтĕ хуçи ирĕкне пĕлнĕ çинчех хатĕр тăман, унăн ирĕкне туман чурана нумай хĕнĕç.
(48) Пĕлмесĕр айăпа кĕнĕ чурана вара сахалтарах хĕнĕç. Кама нумай панă, унран нумайрах ыйтĕç. Кама нумай шанса панă, унран тата ытларах шыраса илĕç».
Вут тата уйăру
(49) «Эпĕ çĕр çине вут антармашкăн килтĕм, ăна ĕнтĕ халех тивертсе ярасшăн!
(50) Манăн синкерлĕ шыва кĕмелле, вăл пурнăçланасса кĕтсе Эпĕ питĕ тертленетĕп.
(51) Эпĕ çĕр çине канăçлăх кÿме килнĕ тесе шухăшлатăр-и эсир? Çук, – тетĕп сире, – Эпĕ уйăрма килнĕ.
(52) Паянтан ĕнтĕ, пĕр килте пилĕк çын пулсан, вĕсем икĕ пая уйăрăлĕç: виççĕшĕ – иккĕшне хирĕç, иккĕшĕ виççĕшне хирĕç тăрĕç.
(53) Ашшĕ – ывăлне хирĕç, ывăлĕ ашшĕне хирĕç тăрĕ. Амăшĕ – хĕрне хирĕç, хĕрĕ амăшне хирĕç тăрĕ. Хунямăшĕ – кинне хирĕç, кинĕ хунямăшне хирĕç тăрĕ».
Вăхăт паллине пĕлни
(54) Унтан Иисус халăха çапла каланă: «Хĕвел анăç енчен пĕлĕт хăпарнине курсан эсир: „Çумăр çăвасса“, – тетĕр. Чăнах та çăвать.
(55) Кăнтăр енчен çил вĕрсен: „Шăрăх пуласса“, – тетĕр. Чăнах та пулать.
(56) Эй, икĕ питлĕскерсем! Эсир çĕрпе пĕлĕте сăнаса çанталăка чухлама пĕлетĕр. Халĕ мĕнле вăхăт çитнине мĕншĕн пĕлейместĕр?
(57) Мĕн тусан тĕрĕс, мĕн тусан тĕрĕс мар пулнине мĕншĕн-ха эсир хăвăр тĕллĕн татса параймастăр?
(58) Хăвăнпа судлашас текенпе пуçлăх патне кайнă чухне çул çинчех çураçма тăрăш. Ахальлĕн вăл сана судья патне илсе пырĕ, судья вара сана тĕрмене хуптарма хуралçă аллине парĕ.
(59) Калатăп сана: юлашки пусна парса хăвармасăр та унтан тухаймăн».
Лука 13
Ÿкĕнмешкĕн чĕнни
(1) Çав вăхăтра пĕрисем пынă та Иисуса çапла каласа кăтартнă: «Галилея çыннисене Пилат Турă Çуртĕнче вĕлерттернĕ. Вара вĕсен юнне хăйсем Турра кÿнĕ выльх-чĕрлĕх юнĕпе хутăштарнă».
(2) Иисус çакна хирĕç каланă: «Вĕсем çапла вилнĕшĕн Галилейăри ытти çынсенчен те çылăхлăрах пулнă пулĕ тесе шутлатăр-и эсир?
(3) Çук, çылăхлăрах пулман. Калатăп сире: ÿкĕнмесен эсир те вĕсем пекех пурте пĕтетĕр.
(4) Е тата Силоам башни ишĕлнипе вун сакăр çын вилни çинчен мĕн калама пулать? Вĕсем Иерусалимри ытти çынсенчен айăплăрах пулнă пулĕ тесе шутлатăр-и эсир
(5) Çук, айăплăрах пулман. Калатăп сире: ÿкĕнмесен эсир те вĕсем пекех пурте пĕтетĕр».
Çимĕç кÿмен смоква çинчен каланă ытарлăх
(6) Унтан Иисус вĕсене çак ытарлăха каласа панă: «Пĕр çын иçĕм çырли пахчине смоква йывăççи лартнă пулнă. Пĕррехинче вăл ун çимĕçне пăхма пынă, анчах тупайман.
(7) Вара пахчаçине каланă: „Виççĕмĕш çул эпĕ çак йывăçăн çимĕçне пăхма килетĕп. Çапах ун çинче пĕр çырла та курмастăп. Касса пăрах ăна, мĕн вăл усăсăр çĕр йышăнса ларать?“
(8) –
(9) Лешĕ хирĕç каланă: „Эй, Хуçам! Ăна тепĕр çула хăвар ĕнтĕ. Эпĕ ун тавра çĕрне кăпкалатса, тислĕк хурса пăхам, çимĕçĕ пулмĕ-и? Пулмасан вара килес çул касса пăрахтар ăна“».
Иисус пĕр хĕрарăма шăмат кун сыватни
(10) Иисус пĕр синагогăра шăмат кун вĕрентнĕ.
(11) Унта халсăр тăвакан сывлăш хутлатса лартнă хĕрарăм пулнă. Вăл вун сакăр çул тÿрленме пултарайман.
(12) Иисус ăна курсан чĕнсе илнĕ те каланă: «Хĕрарăм, эсĕ чирÿнтен тасалтăн!»
(13) Вара ун çине аллине хунă та, лешĕ çавăнтах тÿрленсе тăрса Турра мухтама пуçланă.
(14) Çавăн чух синагога пуçлăхĕ, Иисус çав хĕрарăма шăмат кун сыватнăшăн çилленсе, халăха каланă: «Эрнере ултă кун пур, пĕтĕм ĕçе çав кунсенче тумалла. Чиртен сывалма эсир шăмат кун мар, ытти кунсенче килĕр!» – тенĕ.
(15) Хуçамăр ăна çапла хуравланă: «Эй, икĕ питлĕскер! Сирĕнтен кашниех витере кăкарăнса тăракан вăкăрне е ашакне çыххине салтса шăмат кун шăварма илсе каймасть-им вара?
(16) Авраам йăхĕнчи çак хĕре шуйттан вун сакăр çул çыхса усранă. Вăл ĕнтĕ çав çыхăран шăмат кун ирĕке тухма тивĕçлĕ марччĕ-и?»
(17) Иисус çапла каланă чухне Ăна хирĕçлекенсем пурте намăсланнă, ытти халăх Иисус тунă мĕн пур мухтавлă ĕçсемшĕн савăнса тăнă.
Сарă пăрăç вăррипе кăвас тĕпĕ çинчен каланă ытарлăх
(18) Иисус çапла каланă: «Турă Патшалăхĕ мĕн евĕрлĕ? Ăна мĕнпе танлаштарам-ши?
(19) Вăл сарă пăрăç вăрри евĕрлĕ; пĕр çын ăна хăйĕн пахчине акнă. Вара çав вăрăран пысăк йывăç ÿснĕ, унăн турачĕсем хушшинче вĕçен кайăксем те йăва çавăрнă».
(20) Иисус татах каланă: «Турă Патшалăхне мĕнпе танлаштарма пулать?
(21) Вăл кăвас тĕпĕ евĕрлĕ. Хĕрарăм кăвас тĕпне илнĕ те виçĕ витре çăнăхпа хутăштарса çăрнă, вара пĕтĕм чусти йÿçсе хăпарнă».
Тăвăр хапха
(22) Иисус çынсене вĕрентсе ял-хула витĕр тухнă. Унăн çулĕ Иерусалималла выртнă.
(23) Пĕр çын Унран ыйтнă: «Хуçамăр, çăлăнакансем чăнах сахал пулĕç-и?» Иисус çапла хуравланă:
(24) «Тăвăр хапхапа кĕме пĕтĕм вăйран тăрăшăр. Калатăп сире: нумайăшĕ кĕме тăрăшĕç, анчах кĕреймĕç.
(25) Кил хуçи тăрса алăкне хупсан, эсир тул енче алăка шаккаса: „Хуçамăр! Хуçамăр! Уçса кĕртсем пире“, – тесе йăлăнма пуçлăр. Анчах Вăл сире: „Камсем тата ăçтан эсир? Эпĕ сире пĕлместĕп“, – тейĕ.
(26) Эсир вара: „Эпир Санăн куçу умĕнчех ĕçсе çиеттĕмĕр! Эсĕ пирĕн хула урамĕсенче вĕрентсе çÿреттĕн!“ – тейĕр.
(27) Анчах та Вăл калĕ: „Эй, усал ĕç тăвакансем пурте! Калатăп сире: эсир камне тата ăçтан килнине пĕлместĕп, кайăр Ман патăмран“.
(28) Эсир Авраам, Исаак, Иаков тата пур пророксем те Турă Патшалăхĕнче пулнине, хăвăра вара тулашне хăваласа кăларнине курăр. Унта шăл шатăртаттарса йĕни илтĕнсе тăрĕ.
(29) Çынсем хĕвел тухăçĕнчен те, хĕвел анăçĕнчен те, кăнтăрпа çурçĕр енчен те пырса Турă Патшалăхĕн кĕрекине ларĕç.
(30) Ун чухне кайрисем малта пулĕç, малтисем кайра пулĕç».
Иисус Иерусалимшăн йĕни
(31) Çав кун Иисус патне хăш-пĕр фарисейсем пынă та: «Эсĕ урăх çĕре тухса кай, мĕншĕн тесен Ирод Сана вĕлересшĕн», – тенĕ.
(32) Иисус вара вĕсене: «Кайса çав тилле калăр: „Эпĕ паянпа ыран усалсене хăваласа кăларатăп, чирлисене сывататăп, виçмине Хамăн ĕçе вĕçлĕп“, – тенĕ.
(33) – Анчах епле пулсан та паян, ыран тата виçмине Манăн Хамăн çулпа утмалла, мĕншĕн тесен пророка Иерусалимра мар, урăх çĕрте вĕлерни пулман-ха.
(34) Эх, Иерусалим! Иерусалим! Пророксене пĕтерекен, ху патна янисене чулпа пере-пере вĕлерекен хула! Кайăк хăй чĕпписене çуначĕ айне пухнă пек, Эпĕ миçе хутчен санăн ачусене пуçтарма тытăнтăм, анчах та эсир пуçтарăнасшăн пулмарăр!
(35) Ĕнтĕ сирĕн çуртăр пушанса юлать. Калатăп сире: „Хуçа Турă ячĕпе Килекен мухтавлă!“ – теес вăхăт çитиччен эсир Мана урăх кураймăр».
Лука 14
Шыв чирĕллĕ çынна сыватни
(1) Пĕр шăмат кун Иисус фарисейсен пуçлăхĕ патне хăнана кĕнĕ. Унти фарисейсем Ăна хытă сăнаса ларнă.
(2) Çавăн чух Ун умне шыв чирĕпе асапланакан çын пырса тăнă.
(3) Иисус саккун вĕрентÿçисемпе фарисейсенчен: «Саккун тăрăх шăмат кун çынна чиртен сыватма юрать-и?» – тесе ыйтнă.
(4) Лешсем чĕнмен. Иисус çав çынна сĕртĕнсе сыватнă та килне янă.
(5) Унтан вĕсене: «Сирĕнтен камăн та пулин ашакĕ е вăкăрĕ çăла кайсан, ăна вăл, шăмат кун пулсан та, хăвăртрах туртса кăлармĕ-и?» – тенĕ.
(6) Çакна хирĕç лешсем Ăна нимĕн те калайман.
Сапăрлăх çинчен
(7) Чĕннĕ хăнисем сĕтел хушшинчи лайăхрах вырăна ларма тăрăшнине курсан Иисус çапла ытарлăх каласа кăтартнă:
(8) «Сана туя чĕнсен эсĕ кĕрекене кĕрсе ан лар. Тен, унта санран хисеплĕрех хăна пулĕ.
(9) Вара иксĕре те туя чĕннĕ хуçи сан патна пырĕ те: „Эсĕ куçса ху вырăнна çак çынна ларт-ха“, – тейĕ. Ун чух санăн намăсланса алăк патĕнчи вырăна кайса лармалла пулĕ.
(10) Хăнана чĕнсен эсĕ алăк патнерех лар. Вара сана чĕнекен хуçи пырса: „Тусăм! Эсĕ тĕпелерех иртсе ларсам“, – тейĕ. Ун чух сана ытти хăнасем умĕнче епле хисеп пулĕ!
(11) Астăвăр, хăйне хăй асла хуракан кĕçĕне юлĕ; хăйне кĕçĕне хураканни асла тухĕ».
(12) Хăйне хăнана чĕннĕ фарисее Иисус çапла каланă: «Эсĕ кăнтăрлахи е каçхи апат тунă чух тусусене, хурăнташусене, тăванусене тата пуян кÿршÿсене ан чĕн, мĕншĕн тесен кайран вĕсем те сана хăнана чĕнсе тав тума пултараççĕ.
(13) Пысăк ĕçкĕ-çикĕ тума шутласан эсĕ кĕлмĕçсене, уксах-чăлахсене, суккăрсене чĕн.
(14) Вĕсем сана тавăрса парайманшăн эсĕ телейлĕ пулăн. Уншăн сана сăваплă çынсем чĕрĕлсе тăнă чухне тавăрса парĕç».
Пысăк ĕçкĕ-çикĕ çинчен каланă ытарлăх
(15) Çавна илтсен Унпа пĕрле сĕтел хушшинче ларакансенчен пĕри: «Турă Патшалăхĕнче çăкăр çиес çын телейлĕ!» – тенĕ Ăна.
(16) Иисус вара ăна çапла каланă: «Пĕр çын пысăк ĕçкĕ-çикĕ хатĕрленĕ те йышлă хăна чĕннĕ.
(17) Ĕçсе çиме вăхăт çитсен вăл чĕнсе хунисем патне хăйĕн чурине: „Ĕнтĕ апат-çимĕç пĕтĕмпех хатĕр, пырăр“, – тесе калама янă.
(18) Анчах чĕнсе хунисем, пĕр-пĕринпе калаçса татăлнă пекех, тĕрлĕрен сăлтав тупса каçару ыйтнă. „Эпĕ çĕр илтĕм, çавна пăхма манăн халех каймалла. Тархасшăн, каçар мана“, – тенĕ ăна пĕри.
(19) „Эпĕ пилĕк мăшăр вăкăр туянтăм, вĕсене çÿретсе пăхма каятăп. Тархасшăн, каçар мана“, – тенĕ тепри.
(20) Виççĕмĕшĕ тата: „Эпĕ нумай пулмасть авлантăм, çавăнпа пыраймастăп“, – тенĕ.
(21) Вара чури тавăрăннă та çавăн çинчен хуçине каласа панă. Кил хуçи çилленсе çитсе хăйĕн чурине çапла хушса янă: „Часрах кай та хула урамĕсемпе тăкăрлăкĕсенчи кĕлмĕçсене, чăлахсене, уксахсене, суккăрсене кунта чĕнсе кил“.
(22) Чĕннисем пуçтарăнсан, чури каланă: „Хуçам! Пĕтĕмпех эсĕ хушнă пек турăм, сĕтел хушшинче татах вырăн пур-ха“, – тенĕ.
(23) „Эсĕ эппин хула çумĕнчи тĕттĕм, пушă çул-йĕрсем тăрăх кай та тĕл пулакансене хистесех кунта чĕн, килĕм тулли хăна пултăр, – тенĕ хуçи чурине.
(24) – Калатăп сире: чĕнсе хунисенчен пĕри те манăн ĕçкĕ-çикĕре лараймĕç, мĕншĕн тесен чĕнсе хунисем нумай та, суйласа илнисем сахал“».
Иисусăн вĕренекенĕ пулма кам пултарать
(25) Иисус хыççăн питĕ нумай халăх пынă. Вăл çавăрăнса пăхнă та вĕсене каланă:
(26) «Кам хăйĕн ашшĕ-амăшне, арăмне, ачисене, пĕртăванĕсене е хăйĕн пĕртен-пĕр пурăнăçне Манран мала хурать, вăл Ман вĕренекенĕм пулма пултараймĕ.
(27) Кам хăйĕн асап хĕресне йăтса Ман хыççăн пымасть, çав Манăн вĕренекенĕм пулаймĕ.
(28) Сиртен кам та пулин çурт лартма шутлать пулсан, вăл малтан çурчĕ мĕн хака ÿкессе тата ăна туса пĕтерме укçи çитессе шутласа пăхмĕ-и?
(29) Унсăрăн вăл никĕсне хурĕ те çуртне туса пĕтереймĕ. Вара пурте унран кулма пуçлĕç:
(30) „Ку çын çурт лартма тытăнчĕ те туса пĕтереймерĕ“, – тейĕç.
(31) Е тата пĕр патша тепĕр патшана хирĕç вăрçăпа тухма шутлать пултăр. Вăл вара хăйĕн вунă пин çынлă çарĕпе леш çирĕм пинлĕ патша çарне çĕнтерме вăйĕ çитессе е çитмессе малтан шухăшласа пăхмĕ-и?
(32) Вăйне çитереймессе туйса илсен, леш патши аякра чухне, ун патне вăл килĕшÿ тума элчисене ярĕ.
(33) Çавăн пекех эсир те, хăвăрăн мĕн пуррине пăрахăçламасан, Ман вĕренекенĕмсем пулаймăр».
(34) «Тăвар – ырă япала, анчах вăл хăватне çухатсан унăн тутине епле тавăрмалла?
(35) Вăл ĕнтĕ ана çине тăкма та, тислĕк купи çине хума та юрăхсăр, ăна кăларса тăкмалла кăна. Илтме хăлха пурри илттĕр!»
Лука 15
Çухалнă сурăх çинчен каланă ытарлăх
(1) Пĕррехинче Иисуса итлеме налук пухакансем те, çылăхлă çынсем те нумаййăн пынă.
(2) Унта тăракан фарисейсемпе саккун вĕрентÿçисем ÿпкелешсе калаçнă: «Вăл çылăхлă çынсене йышăнать, вĕсемпе пĕрле апат çиет!» – тенĕ.
(3) Вăл вара вĕсене çак ытарлăха каласа кăтартнă:
(4) «Сирĕн хăшĕн те пулин çĕр пуç сурăх пултăр. Вăл, пĕр сурăхне çухатсан, тăхăр вун тăххăрăшне хире хăварса, çухалнă сурăхне мĕн тупичченех шыраса çÿремĕ-и?
(5) Сурăхне тупсан вăл, савăнса, ăна хăйĕн хулпуççийĕ çине çĕклесе хурĕ.
(6) Вара килне илсе пырсан хăйĕн тусĕсене, кÿршисене чĕнсе пуçтарĕ те вĕсене калĕ: „Манпа пĕрле савăнăр, эпĕ çухалнă сурăха тупрăм!“ – тейĕ.
(7) Калатăп сире: çавнашкалах тÿпере те, çылăхлă пĕр çын ÿкĕнсен, уншăн ÿкĕнме те кирлĕ мар тăхăр вун тăхăр тÿрĕ çыншăн савăннинчен ытларах савăнĕç».
Çухалнă кĕмĕл укçа çинчен каланă ытарлăх
(8) «Е пĕр-пĕр хĕрарăм хăйĕн вунă драхма укçинчен пĕрне çухаттăр. Вăл вара çутаткăç çутса, урайне шăпăрпа шăлса укçине тупичченех тăрăшса шырамĕ-и?
(9) Укçине тупсан вăл тус-тантăшĕсене, кÿршĕ хĕрарăмĕсене чĕнсе пуçтарĕ те вĕсене: „Манпа пĕрле савăнăр, эпĕ çухалнă укçана тупрăм!“ – тейĕ.
(10) Калатăп сире: çылăхлă пĕр çын ÿкĕннишĕн те Туррăн ангелĕсем çавăн пекех савăнаççĕ».
Аташнă ывăл çинчен каланă ытарлăх
(11) Иисус татах каланă: «Пĕр çыннăн икĕ ывăл пулнă.
(12) Кĕçĕнни ашшĕ патне пынă та: „Атте, хама тивĕçлĕ пурлăха мана уйăрса пар!“ – тенĕ. Ашшĕ вара ывăлĕсене пурлăх уйăрса панă.
(13) Часах кĕçĕн ывăлĕ хăйĕнне пĕтĕмпех пуçтарнă та инçетри çĕр-шыва тухса кайнă. Унта путсĕр пурăнса вăл хăйĕн пурлăхне салатса пĕтернĕ.
(14) Пурлăхĕ пĕтнĕ хыççăнах çав çĕр-шывра йывăр выçлăх пуçланнă, вăл вара аптăраса çитнĕ.
(15) Унтан пĕр çын патне тарçа кĕнĕ. Лешĕ ăна хăйĕн сыснисене пăхма хире янă.
(16) Çимелли нимĕн те паманран вăл сысна апачĕпе тăранса пурăнма та хатĕр пулнă.
(17) Юлашкинчен вăл шухăшласа илнĕ те: „Аттем килĕнче мĕн чухлĕ тарçă тăраничченех çăкăр çиет, эпĕ кунта выçă вилетĕп! – тенĕ.
(18) – Ĕнтĕ атте патне тавăрăнам та ăна калам: Эй, атте! Эпĕ Турă умĕнче те, сан умăнта та çылăха кĕтĕм,
(19) ывăлу ятне илтме те тивĕçсĕр! Çапах мана ху патна тарçа илсем, – теем“.
(20) Унтан вăл ашшĕ патне кайнă. Ашшĕ ăна аякран курсанах хĕрхеннĕ, хирĕç чупса пынă та ыталаса чуптунă.
(21) „Эй, атте! – тенĕ ăна ывăлĕ. – Эпĕ Турă умĕнче те, сан умăнта та çылăха кĕтĕм, ывăлу ятне илтме те тивĕçсĕр!“
(22) Ашшĕ хăйĕн чурисене çапла каланă: „Чи лайăх тумтир илсе килсе тумлантарăр ăна. Пÿрнине куçлă çĕрĕ тăхăнтартăр, урине тăхăнма пушмак парăр.
(23) Самăртнă пăрăва çавăтса килсе пусăр, ĕçсе çиер, савăнар!
(24) Ку ывăлăм манăн вилнĕччĕ, халĕ акă чĕрĕлчĕ! Çухалнăччĕ, акă тупăнчĕ!“ Унтан вĕсем ĕçсе-çисе савăнма пуçланă.
(25) Çав вăхăтра аслă ывăлĕ хирте пулнă. Тавăрăннă чухне вăл килĕнче савăнса юрланине илтнĕ.
(26) Вара пĕр тарçине чĕнсе илнĕ те: „Кунта мĕн тăваççĕ?“ – тесе ыйтнă.
(27) Тарçи ăна каланă: „Сан шăллу тавăрăнчĕ, вăл сывă тавăрăннăшăн савăннипе аçу самăртнă пăрăва пустарчĕ“.
(28) Аслă ывăлĕ питĕ çилленнĕ, килне те кĕресшĕн пулман. Ашшĕ ăна хăй тухса чĕннĕ.
(29) Анчах вăл ашшĕне хирĕç каланă: „Миçе çул эпĕ саншăн тарçă пек ĕçлесе пурăнтăм, эсĕ мĕн хушнине яланах туса тăтăм. Анчах юлташсемпе савăнма эсĕ мана пĕр качака путекки те пустарса памарăн!
(30) Аскăн арăмсемпе çÿресе пурлăхне салатнă ывăлу килнĕ те, эсĕ уншăн самăртнă пăрăва пустарнă“.
(31) „Эй, ывăлăм! – тенĕ ашшĕ ăна. – Эсĕ яланах манпа пĕрле. Манăн мĕн пурри пĕтĕмпех санăн.
(32) Шăллу тавăрăннăшăн хĕпĕртемелле, мĕншĕн тесен вăл вилнĕччĕ, халĕ чĕрĕлчĕ; çухалнăччĕ, халĕ тупăнчĕ!“»
Лука 16
Кил-çурт пăхакан ултавçă çинчен каланă ытарлăх
(1) Унтан Хăйĕн вĕренекенĕсене Иисус çапла каланă: «Пĕр пуян çыннăн кил-çурт пăхса тăраканни пулнă. Вăл хуçин пурлăхне салатса пĕтерни çинчен хайхи пуяна хыпар çитернĕ.
(2) Вара хуçи ăна чĕнтернĕ те: „Сан çинчен ырă мар хыпар илтрĕм. Ман пурлăха епле упрани çинчен явап пар, текех ĕнтĕ эсĕ кил-çурт пăхса тăмăн“, – тенĕ.
(3) Кил-çурт пăхакан хăй ăшĕнче шухăшланă: „Мĕн тăвас-ши ĕнтĕ манăн? Хуçам мана ĕçрен кăларса ярать. Çĕр чавма эпĕ пултараймастăп, ыйткаласа çÿреме вăтанатăп.
(4) Ĕнтĕ кунтан кăларса ярсан мана кам та пулин хăй патне илтĕр тесен, мĕн тумаллине тинех ăнкарса илтĕм“.
(5) Вăл вара хуçине парăма кĕнĕ çынсене пĕрерĕн-пĕрерĕн чĕнсе илнĕ. „Ман хуçаран эсĕ мĕн чухлĕ кивçен илнĕ?“ – ыйтнă вăл малтанхи çыннинчен.
(6) „Çĕр кăкшăм олив çăвĕ“, – тенĕ лешĕ. Кил-çурт пăхакан ăна каланă: „Хăвăртрах лар та парăм хучĕ çине аллă тесе çыр“.
(7) „Эсĕ тата мĕнпе парăма кĕнĕ?“– ыйтнă унтан тепринчен. „Çĕр михĕ тулă“, – тенĕ хайхискер. Вăл ăна та: „Парăм хутне ил те сакăр вуннă тесе çырса хур“, – тенĕ.
(8) Çапла тавçăруллă пулнăшăн хуçи вара хăйĕн кил-çуртне пăхакан ултавçăна мухтанă. Чăнах та, ку тĕнче çыннисем хăйсем хушшинче çутă ачисенчен тавçăруллăрах.
(9) Эпĕ те сире калатăп: ку тĕнчери таса мар мулăрпа усă курса та хăвăр валли тус-тăвансем тупăр. Кайран, хăвăр çука юлсан, сире ĕмĕр пурăнмалли çурта илĕç.
(10) Сахалра шанчăклă çын нумаййинче те шанчăклă; сахалра ултавли нумаййинче те ултавлă.
(11) Çавăнпа ĕнтĕ, сире ку тĕнчери ултавлă мула та шанса пама çук пулсан, тÿпери чăн-чăннине кам шанса парĕ?
(12) Ют çын пурлăхне шанса пама çук пулсан, апла хăвăрăнне сире кам шанса парĕ?
(13) Нимĕнле тарçă та харăсах икĕ хуçана юраймасть, мĕншĕн тесен вăл пĕр хуçине кураймĕ, теприне юратĕ; е пĕриншĕн чунне парса тăрăшĕ, теприншĕн тăрăшмĕ. Эсир харăсах Турă чури те, мул чури те пулаймăр».
Саккун тата Турă Патшалăхĕ
(14) Укçа юратакан фарисейсем те çак сăмахсене илтнĕ. Вара вĕсем Иисусран тăрăхласа кулма пуçланă.
(15) Иисус вĕсене çапла каланă: «Эсир çынсем умĕнче хăвăра тÿрĕ пек кăтартатăр, анчах сирĕн чĕрĕре Турă пĕлет. Мĕншĕн тесен çынсем хушшинче чаплă пекки Турă умĕнче ирсĕр.
(16) Иоанн киличчен саккунпа пророксем кăна пулнă. Çав вăхăтран пуçласа Турă Патшалăхĕн Ырă Хыпарне пĕлтереççĕ, тăрăшсассăн кашниех унта кĕреет.
(17) Çапах та саккунри пĕр сас палли те çухалмасть. Вăл пĕтиччен çĕрпе пĕлĕт пĕтĕ.
(18) Кирек кам та, арăмĕнчен уйăрăлса урăххине качча илсен, мăшăрне улталать. Уйăрăлнă хĕрарăма качча илни те мăшăра улталаниех пулать».
Пуянпа Лазарь
(19) Иисус татах каланă: «Пĕр çын питĕ пуян пулнă. Вăл чи хаклă йышши тумтирпе çÿренĕ, куллен чаплă ĕçкĕ-çикĕ тунă.
(20) Çав пуянăн хапхи умĕнче кĕсенленсе кайнă Лазарь ятлă кĕлмĕç выртнă.
(21) Вăл пуян сĕтелĕ çинчен ÿкекен тĕпренчĕксемпе тăранса пурăнасшăн пулнă. Унăн суранĕсене йытăсем пыра-пыра çулланă.
(22) Кĕлмĕç вилнĕ те, ангелсем ăна Авраам патне пĕлĕт çине илсе кайнă. Пуян çын та вилнĕ, ăна пытарнă.
(23) Вăл тамăкра асапланнă чух çÿлелле пăхнă та инçетре Авраама тата унпа юнашар тăракан Лазаре курнă.
(24) „Эй, Авраам мăн асатте, хĕрхен мана! – тесе кăшкăрнă пуян. – Лазаре ярсам, типнĕ çăварăма тумлам шывпа йĕпеттĕрччĕ! Эпĕ çак çулăм ăшĕнче питĕ асапланатăп-çке!“
(25) Анчах та Авраам çапла каланă: „Ачам! Астуса ил-ха, çĕр çинчи пурăнăçунта эсĕ ырлăх куртăн, Лазарь вара нуша курса пурăнчĕ. Халĕ вăл кунта савăнать, эсĕ вара асапланатăн.
(26) Унтан та ытларах, ку енчен леш енне каçма та, леш енчен ку енне каçма та май çук, мĕншĕн тесен сирĕнпе пирĕн хушшăмăрта тĕпсĕр шырлан“.
(27) Вара пуян йăлăнса ыйтнă: „Эй, мăн асаттем, тархаслатăп сана, Лазаре эсĕ атте килне ярсамччĕ.
(28) Унта манăн татах пилĕк шăллăм пур-çке! Вăл вĕсене каласа пĕлтертĕр, вĕсен те çак асапланмалли вырăна килмелле ан пултăрччĕ!“
(29) Авраам ăна каланă: „Вĕсен Моисей тата пророксем пур. Вĕсем çавсене итлеччĕр“.
(30) „Çук, Авраам мăн асатте, – хирĕçленĕ пуян, – вилнисенчен кам та пулин кайса каласан, вĕсем çылăхĕсенчен ÿкĕнĕччĕç“.
(31) Вара Авраам ăна çапла каланă: „Вĕсем Моисея та, пророксене те итлемесен, вилнисенчен кам та пулин чĕрĕлсе тăрса каласан та ĕненмĕç“».
Лука 17
Çылăха кĕресси, каçарасси, ĕненесси çинчен
(1) Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене çапла каланă: «Этемĕн çылăха кĕресси пулатех, анчах илĕртсе çылăха кĕртекене хуйхă пулĕ.
(2) Ăна, мăйне арман чулĕ çакса тинĕсе пăрахсан, çак пĕчĕкскерсенчен пĕрне те пулин илĕртсе çылăха кĕртнинчен лайăхрах пулĕччĕ.
(3) Хăвăра хăвăр астуса пурăнăр. Тăвану сан умăнта çылăха кĕрсен эсĕ ăна йăнăшне кăтарт; ÿкĕнет пулсан каçар.
(4) Вăл сан умăнта кунне çичĕ хут çылăха кĕрсен те, çичĕ хут пырса: „Ÿкĕнетĕп“, – тесен, каçар ăна».
(5) Апостолсем вара Хуçамăра: «Пирĕн ĕненĕве вăйлатсам», – тенĕ.
(6) Хуçамăр вĕсене каланă: «Эсир пĕр пĕрчĕк те пулин ĕненсессĕн те, çак смоква йывăççине: „Тымарупах кăкланса тинĕсе куçса лар!“ – тесе каласан, вăл сире итленĕ пулĕччĕ».
(7) «Калăпăр, санăн суха тăвакан е кĕтÿ кĕтекен чуру пур. Вăл хиртен тавăрăнсан эсĕ ăна: „Кил, сĕтел хушшине ларса апат çи“, – тесе калăн-и?
(8) Çук, апла каличчен хуçи малтан: „ç тумтирне улăштарса тăхăн та ман валли каçхи апат хатĕрле, эпĕ ĕçсе çием! Кайран ху ларса çи“, – тейĕ.
(9) Хушнă ĕçе тунăшăн хуçи чурине тав тăвĕ-и? Тав тăвĕ тесе шухăшламастăп.
(10) Эсир те çаплах, хăвăра мĕн хушнине тусассăн: „Эпир ним тĕшне тăман чурасем, мĕншĕн тесен хамăр тума тивĕçлине кăна турăмăр“, – тейĕр».
Юхан-суранлă вунă çынна сыватни
(11) Иисус Иерусалим хулине кайнă чух Галилейăпа Самари хушшинчи çулпа иртсе пынă.
(12) –
(13) Пĕр яла кĕрес умĕн Ăна юхан-суранлă вунă çын тĕл пулнă. Вĕсем чарăнса аякранах хыттăн кăшкăрма пуçланă: «Эй, Вĕрентÿçĕ Иисус! Хĕрхенсем пире!»
(14) Иисус вĕсене асăрхасан каланă: «Эсир кайăр та священниксене курăнăр». Вара лешсем çулпа пынă чухнех чиртен тасалнă.
(15) Вĕсенчен пĕри хăй сывалнине курсанах хытă сасăпа Турра мухтаса каялла тавăрăннă.
(16) Вара Иисуса тав туса, Ун умне ÿксе пуççапнă. Çакскер Самари çынни пулнă.
(17) «Эсир вуннăн юхан-суранран тасалмарăр-и? Тепĕр тăххăрăшĕ ăçта? – тенĕ çавăн чухне Иисус.
(18) – Çак урăх халăх çыннисĕр пуçне ыттисем мĕншĕн Турра мухтама тавăрăнмарĕç?»
(19) Унтан Иисус ăна: «Эсĕ тăрса каях, ĕненĕвÿ сана çăлчĕ», – тенĕ.
Турă Патшалăхĕ килесси
(20) Пĕррехинче фарисейсем Иисусран: «Турă Патшалăхĕ хăçан килет?» – тесе ыйтнă. Иисус вĕсене хирĕç çапла каланă: «Турă Патшалăхĕ куçа курăнса килмест.
(21) Турă Патшалăхĕ – сирĕн шăрта, çавăнпа та: „Акă вăл кунта“ е: „Авă унта“, – тесе калакан пулмĕ».
(22) Кайран Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене каланă: «Акă вăхăт çитĕ, эсир ун чух Этем Ывăлне пĕр кунлăх та пулин курасшăн пулăр, анчах кураймăр.
(23) „Акă Вăл кунта“ е: „Авă унта“, – тейĕç сире, анчах эсир вĕсем хыççăн ан кайăр.
(24) Хăй килес кун Этем Ывăлĕ пĕлĕте енчен енне ялтăртаттарса çутатакан çиçĕм пек палăрса килĕ.
(25) Анчах та унччен малтан Унăн нумай асап курмалла, çак ăру çыннисем Ăна йышăнмĕç.
(26) Ной вăхăтĕнче мĕнле пулнă, Этем Ывăлĕ килес кун та çаплах пулĕ.
(27) Ной карап çине ларас кунчченех çынсем ĕçсе çинĕ, авланнă, качча кайнă. Кайран çĕр çине шыв илнĕ те пурне те пĕтернĕ.
(28) Лот вăхăтĕнче те çавăн пекех пулнă. Çынсем ĕçнĕ, çинĕ, сутнă, илнĕ, акнă, çуртсем лартнă.
(29) Анчах Лот Содомран тухнă кунах вутлă кÿкĕрт пĕлĕтрен çумăр пек çунă та пĕтĕм халăха пĕтернĕ.
(30) Этем Ывăлĕ çĕр çине килес кун та çавăн пекех пулĕ.
(31) Çав кун кам та пулин кил хушшинче пулсан, хăйĕн япалисене илме пÿрте ан кĕтĕр. Хирте пулсан, вăл та каялла ан тавăрăнтăр.
(32) Лот арăмне аса илĕр!
(33) Кам хăйĕн пурăнăçне упрасшăн тăрăшĕ, çав ăна пĕтерĕ. Кам та кам пурăнăçне пĕтерĕ, çав ăна çăлса хăварĕ.
(34) Калатăп сире: çав каç пĕр вырăн çинчи икĕ çынран пĕрне илĕç, теприне хăварĕç.
(35) Икĕ хĕрарăм пĕрле тырă авăртĕç: пĕрне илĕç, теприне хăварĕç.
(36) Иккĕн хирте пулĕç: пĕрне илĕç, теприне хăварĕç».
(37) Вĕренекенĕсем Иисусран ыйтнă: «Хуçамăр! Ку вара ăçта пулĕ?» «Виле выртакан вырăна ăмăрт кайăксем те пуçтарăнĕç», – тенĕ Иисус.
Лука 18
Тăлăх арăмпа тÿрĕ мар судья
(1) Ялан Турра кĕлтумаллине тата хуйха ÿкме юраманнине пĕлччĕр тесе Иисус вĕсене çакăн пек ытарлăх каланă:
(2) «Пĕр хулара судья пурăннă, вăл Турăран та хăраман, çынсене те ним вырăнне хуман.
(3) Çав хуларах тата тăлăх арăм пулнă. Вăл ялан çав судья патне пырса: „Мана хампа хирĕçекен çынран хÿтĕлесемччĕ,“ – тесе йăлăннă.
(4) Судья нумайччен ун хутне кĕресшĕн пулман. Юлашкинчен хăй ăшĕнче шутланă: „Эпĕ Турăран та хăрамастăп, çынсене те ним вырăнне хумастăп!
(5) Анчах ку тăлăх арăм мана пĕртте канăç памасть. Çавăнпа ун ыйтăвне татса парам, урăх аптăратса ан çÿретĕр“».
(6) «Тÿрĕ мар судья мĕн каланине астăвăр, – тенĕ унтан Хуçамăр.
(7) – Кунĕн-çĕрĕн йăлăнса ыйтсан Турă Хăйĕн суйланă çыннисене, васкаман пек туйăнсан та, хÿтĕлесе хăвармĕ-и?
(8) Калатăп сире: Вăл часах вĕсен хутне кĕрĕ. Анчах та Этем Ывăлĕ килсен çĕр çинче ĕненÿ тупайĕ-ши?»
Фарисейпа налук пухакан çинчен каланă ытарлăх
(9) Ытти çынсенчен йĕрĕнсе, эпир кăна тÿрĕ пурăнатпăр тесе шутлакансене Иисус çакăн пек ытарлăх каласа кăтартнă:
(10) «Икĕ çын Турă Çуртне кĕлтума кĕнĕ: пĕри фарисей пулнă, тепри – налук пухакан.
(11) Фарисейĕ тăнă та хăй ăшĕнче çапла кĕлтунă: „Эй, Турăçăм! Тавтапуç Сана, эпĕ ĕнтĕ вăрлакан, кÿрентерекен, мăшăрĕсене улталакан ытти çынсем пек мар. Акă çак налук пухакан пек те мар.
(12) Эрнере икĕ хут типĕ тытатăп, хам ĕçлесе илнинчен вуннăмĕш пайне Турăшăн паратăп“.
(13) Налук пухаканĕ кăна пуçне çĕклеме те хăяймасăр аякра тăнă. Вăл хуçăк кăмăлпа каланă: „Эй, Турăçăм! Хĕрхен мана, çылăхлă çынна!“
(14) Чăн калатăп сире: çак çын килне фарисейран ытларах тÿрре тухса тавăрăнĕ. Мĕншĕн тесен кам хăйне асла хурать, çав кĕçĕне юлĕ; хăйне кĕçĕне хуракан асла тухĕ».
Иисус ачасене пиллет
(15) Иисус аллипе сĕртĕнтĕр тесе Ун патне çынсем пĕчĕк ачисене те илсе пынă; çавна курсан вĕренекенĕсем вĕсене Иисуса кансĕрлеме чарнă.
(16) Анчах та Иисус, ачасене Хăй патне чĕнсе илсе, вĕренекенĕсене каланă: «Ачасене Ман патăма ярăр, килме ан чарăр, мĕншĕн тесен Турă Патшалăхĕ вĕсем пеккисемшĕн.
(17) Чăн калатăп сире: Турă Патшалăхне кам ача пек йышăнмасть, çав унта кĕреймĕ».
Иисуспа пĕр пуян çамрăк
(18) Пĕр пуçлăх Иисусран ыйтнă: «Эй, Ырă Вĕрентекен! Ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулас тесен манăн мĕн тумалла?»
(19) Иисус ăна çапла каланă: «Мĕншĕн эсĕ Мана ырă тетĕн? Пĕр Турăсăр пуçне никам та ырă мар.
(20) Пил-хушусене эсĕ пĕлетĕн: мăшăрна ан ултала, ан вĕлер, ан вăрла, судра суйса ан пĕлтер, аçу-аннÿне хисепле».
(21) «Эпĕ вĕсене пурне те мĕн ачаранах пăхăнса пурăнатăп», – тенĕ лешĕ.
(22) Çавна илтсен Иисус ăна каланă: «Санăн ĕнтĕ пĕри çитеймест. Хăвăн пĕтĕм пурлăхна сут та укçине чухăнсене валеçсе пар, вара сан валли пурлăх çÿл тÿпере пулĕ. Ху кил те Ман хыççăн пыракан пул».
(23) Капла каланине илтсен пуян çын салхуланнă, мĕншĕн тесен унăн пурлăхĕ питĕ нумай пулнă.
(24) Иисус вара, вăл салхуланнине курса, çапла каланă: «Пуянсене Турă Патшалăхне кĕме епле йывăр!
(25) Пуяна Турă Патшалăхне кĕрессинчен тĕвене йĕп çăрти витĕр тухма çăмăлтарах».
(26) Çакна илтнĕ çынсем: «Эппин кам çăлăнма пултарĕ?» – тесе ыйтнă.
(27) Иисус каланă: «Этем пултарайманнине Турă пултарать».
(28) Петр Ăна каланă: «Акă эпир хамăрăн мĕн пуррине пĕтĕмпех хăвартăмăр та Сан хыççăн пыракансем пултăмăр».
(29) Иисус вĕсене çапла каланă: «Чăн калатăп сире: кам та кам хăйĕн кил-çуртне е ашшĕ-амăшне, е тăванĕсене, е арăмне, е ачисене Турă Патшалăхĕшĕн пăрахать,
(30) вăл кунти пурăнăçрах чылай ытларах илĕ. Лери пурăнăçра вара ĕмĕрлĕх чĕрĕлĕхлĕ пулĕ».
Иисус Хăй вилсе чĕрĕлесси çинчен виççĕмĕш хут калани
(31) Иисус Вун иккĕшне аяккарах чĕнсе илнĕ те каланă: «Акă эпир Иерусалималла çывхарса пыратпăр. Унта вара Этем Ывăлĕ çинчен пророксем çырса хуни пĕтĕмпех пурнăçланĕ.
(32) Ăна урăх халăх çыннисен аллине тытса парĕç, лешсем Унран мăшкăлласа кулĕç, Ăна хур тăвĕç, Ун çине сурса пĕтерĕç,
(33) чĕн пушăпа хĕнĕç, унтан вĕлерĕç. Виççĕмĕш кунне вара Вăл чĕрĕлсе тăрĕ».
(34) Анчах вĕренекенĕсем çапла каланинчен нимĕн те ăнланса илеймен, вĕсемшĕн çав сăмахсем пытарăнчăк пулнă. Иисус мĕн каланине вĕсем пĕлеймесĕрех юлнă.
Суккăр çынна сыватни
(35) Иисус Иерихон хули патне çывхарса пынă. Унта пĕр суккăр çын çул хĕрринче ыйткаласа ларнă.
(36) Вăл юнашарах халăх иртнине илтнĕ те: «Унта мĕн тăваççĕ?» – тесе ыйтнă.
(37) Çынсем ăна: «Назорей Иисусĕ иртсе пырать», – тенĕ.
(38) Вăл вара: «Эй, Давид йăхĕнчи Иисус! Хĕрхенсем мана!» – тесе кăшкăрма пуçланă.
(39) Малта пыракансем ăна шăпланма хушнă. Анчах суккăр çын тата хытăрах: «Давид йăхĕн Ывăлĕ! Хĕрхенсем мана!» – тесе кăшкăрнă.
(40) Иисус чарăннă та суккăра Хăй патне çавăтса пыма хушнă. Хайхискер Ун патне пырсан Иисус унран:
(41) «Эсĕ Мана мĕншĕн чĕнетĕн?» – тесе ыйтнă. «Эй, Хуçамăр! Манăн куракан пуласчĕ», – хуравланă лешĕ.
(42) Иисус ăна каланă: «Куракан пул! Ĕненĕвÿ сана çăлчĕ».
(43) Суккăр çав самантрах куракан пулнă та, Турра мухтаса, Иисус хыççăн кайнă. Çавна курсан пĕтĕм халăх Турра мухтама пуçланă.
Лука 19
Иисуспа Закхей
(1) Çавăн хыççăн Иисус Иерихон хулине кĕнĕ те урампа утса пынă.
(2) Çав хулара налук пухакансен пуçлăхĕ, Закхей ятлă пĕр пуян çын, пурăннă.
(3) Вăл Иисуса курасшăн питĕ тăрăшнă, анчах хăй лутра пирки халăх хушшинчен Ăна курайман.
(4) Вара Закхей маларах чупса кайнă та Вăл иртес тĕлти смоква йывăççи çине хăпарса тăнă.
(5) Çав вырăна çитсен Иисус çÿлелле пăхнă та Закхея асăрханă. «Закхей! Хăвăртрах ан, Манăн паян сан патна хăнана пымалла», – тенĕ ăна Иисус.
(6) Закхей васкаса йывăç çинчен аннă та Иисуса хăй патне савăнсах илсе кĕнĕ.
(7) Çавна курсан çынсем: «Вăл çылăхлă çын патне кĕчĕ!» – тесе Иисуса ÿпкелешме пуçланă.
(8) Вара Закхей тăнă та Хуçамăра çапла каланă: «Эй, Хуçамăр! Эпĕ халех хамăн пурлăхăн çуррине чухăнсене валеçсе паратăп. Кама та пулин улталанă пулсан, эпĕ ăна тăватă хут ытларах тавăрса парăп».
(9) «Паян Закхей кил-йышне çăлăнăç çитрĕ, мĕншĕн тесен вăл та Авраам ачи!
(10) Этем Ывăлĕ çухалнă çынсене шыраса тупса çăлма килнĕ», – тенĕ Иисус.
Вунă мина укçа çинчен каланă ытарлăх
(11) Çакна итлекен çынсене Вăл тата тепĕр ытарлăх каласа панă. Иисус Иерусалималла çывхарса пынăçемĕн çынсем Турă Патшалăхĕ те часах çитĕ тесе шутланă.
(12) Иисус çапла каланă: «Пĕр чаплă ăруран тухнă çын, патшана ларма ирĕк илсе тавăрăнас тесе, инçетри çĕр-шыва кайма хатĕрленнĕ.
(13) Вăл вунă чурине чĕннĕ те кашнинех пĕрер мина укçа парса каланă: „Эпĕ тавăрăниччен эсир çак укçана ĕçе хывса тупăш тăвăр“, – тенĕ.
(14) Анчах çав çĕр-шывра пурăнакансем ăна курайман пирки: „Вăл пирĕн патша ан пултăр!“ – тесе калама ун хыçĕнчен хăйсен çыннисене янă.
(15) Хайхискер, патшана ларма ирĕк илсе тавăрăнсан, кĕмĕл укçа парса хăварнă чурисене чĕнтернĕ те кам мĕн чухлĕ тупăш тунине тĕпчеме тытăннă.
(16) Пĕр чури пынă та: „Хуçам, эсĕ парса хăварнă мина вунă мина тупăш кÿчĕ“, – тенĕ.
(17) „Аван, эсĕ ырă чура! Пĕчĕк тивĕçе тÿрре кăларнăшăн эпĕ сана вунă хула пуçлăхĕ тăватăп“, – тенĕ ăна хуçи.
(18) Унтан иккĕмĕш чури те: „Хуçам, эсĕ парса хăварнă мина пилĕк мина тупăш кÿчĕ“, – тенĕ.
(19) „Сана та пилĕк хула пуçлăхĕ тăватăп“, – тенĕ хуçи ăна.
(20) Кайран виççĕмĕшĕ пырса çапла каланă: „Хуçам! Акă эсĕ парса хăварнă мина, эпĕ ăна тутăрпа чĕркесе усрарăм.
(21) Эпĕ санран хăрарăм, мĕншĕн тесен эсĕ хытă чунлă çын: памасăрах илетĕн, акмасăрах выратăн“.
(22) Хуçи ăна каланă: „Эй, усал чура! Эпĕ сана хăвăн сăмахусемпех айăплатăп! Эпĕ хытă чунлă пулнине, памасăрах илнине, акмасăрах вырнине эсĕ пĕлнĕ.
(23) Апла мĕншĕн ман кĕмĕл укçана усламçăсене те пулин памарăн? Тавăрăнсан эпĕ тупăш илнĕ пулăттăм“.
(24) Унтан хуçа хăй умĕнче тăракансене каланă: „Унри пĕр мина укçана илĕр те вунă мина укçаллă чурама парăр“.
(25) „Хуçамăр, унăн ахаль те вунă мина пур вĕт“, – тенĕ лешсем.
(26) „Калатăп сире: камăн пур, ăна татах парĕç. Камăн çук, унăнне мĕн пур пеккине те туртса илĕç, – тенĕ хуçа.
(27) – Эпĕ хăйсен патши пулнипе килĕшмен леш тăшманăмсене кунта илсе килĕр те хам куç умĕнчех вĕлерĕр“».
Иисус Христос Иерусалим хулине кĕни
(28) Çакна каласан Иисус малалла кайнă. Вăл Иерусалим хулинелле хăпарса пынă.
(29) Елеон текен ту патĕнчи Вифагипе Вифани патне çывхарсан Вăл икĕ вĕренекенне
(30) çапла каласа янă: «Хамăр умра ларакан çак яла кайăр. Эсир унта кĕрсенех кăкарса хунă çамрăк ашака курăр, ун çине ку таранччен никам та утланса çÿремен. Эсир ăна вĕçертсе çавăтса килĕр.
(31) Кам та пулин сирĕнтен: „Ашака мĕншĕн вĕçертетĕр?“ – тесе ыйтсан, „Вăл Хуçамăра кирлĕ“, – тейĕр».
(32) Вĕренекенĕсем яла çитсен пĕтĕмпех Иисус каланă пек пулса иртнĕ.
(33) Ашакне вĕçертнĕ чух хуçисем вĕсенчен: «Ашак тихине мĕншĕн вĕçертетĕр?» – тесе ыйтнă.
(34) «Вăл Хуçамăра кирлĕ», – тенĕ лешсем.
(35) Унтан вĕсем ашак тихине çавăтса пынă та ун çине хăйсен тумтирне хунă, ашак çине Иисуса утлантарнă.
(36) Ашак çине утланнă Иисус пынă чух çынсем хăйсен тумтирĕсене çул тăрăх сарса пынă.
(37) Иисус Елеон тăвĕ çинчен анмалли вырăна çитсен вĕренекенĕсем пурте, темĕн чухлĕн, хăйсем курнă мĕн пур хăватсемшĕн Турра мухтаса, савăнса хытă кăшкăрма пуçланă:
(38) «Хуçа Турă ячĕпе килекен Патша мухтавлă! Пĕлĕт çинче канăçлăх, çÿлте мухтав пултăр!»
(39) Халăх хушшинчен хăш-пĕр фарисейсем Иисуса каланă: «Вĕрентекен, Хăвăн вĕренекенÿсене чар!» – тенĕ.
(40) «Калатăп сире, – тенĕ Иисус вĕсене хирĕç, – вĕсем шăплансан чулсем кăшкăрма пуçлĕç».
Иисус Иерусалимшăн йĕни
(41) Иерусалим патне çывхарсан Иисус хула çине пăхнă та ун шăпишĕн хурланса йĕрсе янă.
(42) Вара çапла каланă: «Эх, Иерусалим! Хăвна мĕн канăçлăх кÿнине эсĕ çак кунсенче те пулин пĕлес пулсанччĕ, анчах та вăл халĕ саншăн пытарăнчăк.
(43) Акă кунсем çитĕç, тăшманусем сана хупăрласа илĕç, йĕри-тавра шăтăксем чавĕç, пур енчен те хĕстерсе çитерĕç.
(44) Вĕсем сана та, ачусене те тĕп тăвĕç; çак вырăнта чул çинче чул та хăвармĕç, мĕншĕн тесен эсĕ хăвăн патна Турă килнĕ вăхăта пĕлеймерĕн».
Иисус Турă Çуртĕнчи сутуçăсене хăваласа кăларни
(45) Иисус Турă Çуртне кĕнĕ те унта суту-илÿ тăвакансене хăваласа кăларма пуçланă,
(46) вĕсене çапла каланă: «„Манăн çуртăм – кĕлĕ çурчĕ“, – тенĕ Çырнинче. Эсир вара ăна вăрă-хурах йăви туса хунă!»
(47) Иисус кашни кун Турă Çуртĕнче вĕрентнĕ. Аслă священниксем, саккун вĕрентÿçисемпе халăх хушшинчи ятлă-сумлă çынсем вара Ăна пĕтересшĕн пулнă,
(48) анчах нимĕнле те май тупайман, мĕншĕн тесен пĕтĕм халăх, Иисуса итлес тесе, Унран уйăрăлман.
Лука 20
Кам Сана çакнашкал ирĕк панă
(1) Пĕррехинче, Иисус Турă Çуртĕнче халăха Ырă Хыпар каласа вĕрентнĕ чух, Ун патне аслă священниксемпе саккун вĕрентÿçисем тата ятлă-сумлă çынсем пынă та:
(2) «Эсĕ çакна мĕнле тивĕçпе тăватăн? Кам Сана çакнашкал ирĕк панă?» – тесе ыйтнă.
(3) –
(4) «Манăн та сирĕнтен пĕр сăмах ыйтмалли пур, – тавăрнă вĕсене Иисус. – Калăр-ха Мана, Иоанн шыва кĕртни çÿлтен е этемрен пулнă?»
(5) Лешсем вара пĕр-пĕринпе канашлама пуçланă: «„Çÿлтен“, – тесен, „Эсир мĕншĕн Иоана ĕненмерĕр?“ – тейĕ Вăл.
(6) „Этемрен“, – теес, пĕтĕм халăх пире чулпа пере-пере вĕлерĕ, мĕншĕн тесен халăх Иоана пророк тесе шанать».
(7) Вара вĕсем: «Пĕлместпĕр!» – тесе хуравланă.
(8) «Эппин Эпĕ те сире çакна мĕнле тивĕçпе тунине каламастăп», – тенĕ вĕсене Иисус.
Усал пахчаçăсем çинчен каланă ытарлăх
(9) Кайран Иисус халăха çакăн пек ытарлăх каласа панă: «Пĕр çын иçĕм çырли лартса пахча тунă та ăна тара тытнă пахчаçăсене парса хăварса хăй нумайлăха тухса кайнă.
(10) Иçĕм çырли пухма вăхăт çитсессĕн çав хуçа чурине пахчаçăсем патне çырла илме янă. Анчах лешсем ăна хĕнесе тăкнă та пуш алăпах кăларса янă.
(11) Вара вăл тата тепĕр чурине янă. Пахчаçăсем ăна та хĕнесе-вăрçса нимĕнсĕрех янă.
(12) Вара вăл виççĕмĕш чурине ярса пăхнă. Лешсем ăна аманичченех хĕненĕ те пахчаран кăларса пăрахнă.
(13) Унтан пахча хуçи: „Мĕн тăвам-ши? Юратнă ывăлăма ярса пăхам-ха, тен, ăна курсан, вăтанĕç“, – тенĕ.
(14) Анчах та пахчаçăсем, хуçа ывăлне курсан: „Ашшĕн пурлăхĕ çакна юлмалла, атьр ăна вĕлерер те тивĕçлĕ еткерне хамăр илер“, – тесе шут тунă.
(15) Вĕсем вара ăна пахчаран илсе тухнă та вĕлернĕ. Çавăн хыççăн пахча хуçи вĕсене мĕн тăвĕ?
(16) Вăл килсе çав пахчаçăсене вĕлерттерĕ те пахчине урăххисене парĕ». Çак ытарлăха итлекенсем вара: «Ун пек ан пултăрах!» – тенĕ.
(17) Анчах та Иисус вĕсене тинкерсе пăхнă та: «„Çурт тăвакансем пăрахăçланă чул никĕсри тĕп чул пулса тăчĕ“, – тесе çырни мĕне пĕлтерет?
(18) Çав чул çине ÿкекен арканĕ. Чулĕ хăй кам çине ÿкĕ, ăна лапчăтса пăрахĕ», – тенĕ.
(19) Вара аслă священниксемпе саккун вĕрентÿçисем çак ытарлăха хăйсем çинчен каланине ăнланса илнĕ. Çавăнтах вĕсем Иисуса ярса тытасшăн пулнă, анчах та халăхран хăранă.
Рим патшине тÿлемелли налук
(20) Вĕсем Ăна сăнасах тăнă. Пуçлăхсен, влаçсен аллине тытса памашкăн Иисус каланинче айăпламалли сăлтав тупас тесе Ун патне вĕсем ырă пуланçи чее çынсене янă.
(21) Лешсем вара Иисусран ыйтнă: «Вĕрентекен! Эсĕ тĕрĕс каланине, тĕрĕс вĕрентнине тата çынна вăл кам пулнине кура хакламаннине эпир пĕлетпĕр. Эсĕ, чăнах та, Турă çулĕ çинчен вĕрентетĕн.
(22) Эппин каласамччĕ: эпир Рим патшине налук пани тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и?»
(23) Иисус вара, вĕсен чеелĕхне пĕлсе тăрса: «Мĕн эсир Мана илĕртсе тĕрĕслетĕр? – тенĕ.
(24) – Укçăра кăтартăр-ха Мана. Ун çине кам сăнне çаптарнă, кам ятне çырнă?» Вĕсем Ăна хирĕç: «Патшанне», – тесе тавăрнă.
(25) Иисус вĕсене каланă: «Эппин патшанне патшана парăр, Туррăнне – Турра».
(26) Çапла вĕсем Иисус çын çинче каланă сăмахĕнче айăп тупайман, Унăн хуравĕнчен тĕлĕнсе шăпланнă.
Вилнисем чĕрĕлсе тăрасси çинчен ыйтни
(27) Кайран Иисус патне вилнисем чĕрĕлессине ĕненмен саддукейсенчен хăшĕ-пĕрисем пырса çапла ыйтнă:
(28) «Вĕрентекен, Моисей пирĕн валли çапла çырса хăварнă: „Камăн та пулин авланнă пиччĕшĕ ача-пăчасăр вилсен, шăллĕ унăн арăмне качча илтĕр, пиччĕшĕн йăхне тăстăр“.
(29) Пĕр кил-йышра çичĕ пĕртăванччĕ. Асли авланчĕ те ача-пăча хăвармасăрах вилчĕ.
(30) Вара ун арăмне иккĕмĕшĕ качча илчĕ, вăл та ача-пăча хăвармасăр вилчĕ.
(31) Унтан çав хĕрарăмпа виççĕмĕшĕ пĕрлешрĕ. Çапла çичĕ тăванĕ те ăна качча илчĕç, анчах пурте ачаллă пулаймасăрах вилчĕç.
(32) Пуринчен кайран хĕрарăмĕ те вилчĕ.
(33) Ĕнтĕ вилнĕ çынсем чĕрĕлсе тăрас вăхăт çитсен вăл хăшĕн арăмĕ пулĕ? Çиччĕшĕ те унпа пурăннă-çке-ха».
(34) Иисус вĕсене çапла хуравланă: «Çак пурăнăçра пурăнакансем авланаççĕ те, качча та каяççĕ.
(35) Анчах та лери пурăнăçра вилĕмрен чĕрĕлсе тăма тивĕçлĕ пулнисем авланмаççĕ те, качча та каймаççĕ.
(36) Вĕсем ĕнтĕ, чĕрĕлсе тăма тивĕçлĕ пулнисем – Турă ачисем, ангелсемпе танах вилĕмсĕр.
(37) Вилнисем чĕрĕлсе тăрасси пирки вара Моисей кĕнекинче çунса тăракан тĕмĕ çинчен каланă вырăн пур. Хуçамăр унта ăна: „Эпĕ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – тенĕ.
(38) Турă вăл вилнисен Турри мар, чĕррисен Турри. Уншăн пурте чĕрĕ».
(39) Вара хăш-пĕр саккун вĕрентÿçисем Ăна хирĕç: «Вĕрентекен, Эсĕ аван каларăн», – тенĕ.
(40) Çавăн хыççăн пĕри те Иисуса ыйтусем пама хăяйман.
Турă Суйласа илни кам йăхĕнчен пулмалла
Иисус вара вĕсенчен ыйтнă:
(41) «Епле-ха тата Турă Суйласа илни Давид йăхĕнчен пулмалла теççĕ?
(42) –
(43) Давид хăй вара псалом кĕнекинче çапла çырнă: „Хуçамăр манăн Хуçама каланă: Эпĕ Сан тăшманусене Санăн уру айне тăвиччен Эсĕ Манăн сылтăм енче, хисеплĕ вырăнта лар“.
(44) Çапла вара, Давид Ăна Хуçам тет. Эппин епле-ха Вăл унăн йăхĕнчен пулма пултарать?»
Саккун вĕрентÿçисенчен асăрхаттарни
(45) Пĕтĕм халăх Иисус сăмахне итлесе тăнă чухне Вăл Хăйĕн вĕренекенĕсене çапла каланă:
(46) «Саккун вĕрентÿçисенчен сыхланăр. Вĕсем вăрăм тумтирпе саркаланса çÿреме юратаççĕ, халăх йышлă çĕрте хăйсене саламланине килĕштереççĕ; синагогăра малта ларма, ĕçкĕ-çикĕре кĕрекере ларма юратаççĕ.
(47) Çавсем ĕнтĕ тăлăх арăмсене кил-çуртсăр хăвараççĕ тата çын умĕнче юриех нумайччен кĕлтăваççĕ. Вĕсене ыттисенчен те йывăртарах айăплав пулĕ».
Лука 21
Тăлăх арăмăн икĕ вак укçи
(1) Унтан Иисус çавăрăнса пăхнă та Турă Çуртĕнчи парне арчине пуянсем хăйсен укçине янине курнă.
(2) Пĕр чухăн тăлăх арăм та пырса икĕ лептăлăх вак укçа хунă.
(3) Çавна курсан Иисус каланă: «Чăннипех те, çак чухăн тăлăх арăм пуринчен те ытларах хучĕ.
(4) Мĕншĕн тесен пурте ытлашшине Турра парне пачĕç. Ку вара хăйне тăранса пурăнмалăх юлашки пур-çук укçине пĕтĕмпех хучĕ».
Турă Çуртне аркатасси çинчен
(5) Иисусăн хăш-пĕр вĕренекенĕсем Турă Çурчĕ çинчен: «Вăл епле капмар! Ăна хаклă чулсемпе, Турра парнеленĕ япаласемпе илемлетнĕ», – тесе калаçнă. Çавăн чухне Иисус вĕсене каланă:
(6) «Вăхăт çитĕ, эсир çакăнта куракан çуртсене пĕтĕмпех аркатĕç, чул çинче чул та юлмĕ».
(7) «Вĕрентекен, вăл хăçан пулĕ? Çавă пуласса мĕнле паллă тăрăх пĕлмелле?» – тесе ыйтнă Унран вĕренекенĕсем.
(8) Иисус вара çапла каланă: «Хăвăра илĕртсе улталасран асăрханăр, мĕншĕн тесен нумайăшĕ Ман ятăмпа килĕç те: „Эпĕ – Христос!“ – тейĕç. „Ĕнтĕ вăхăт пĕтесси çывăх!“ – тейĕç. Вĕсем хыççăн ан кайăр.
(9) Вăрçăсем çинчен, халăх пăлханни çинчен илтсен хăраса ан ÿкĕр. Çавă малтан пулмалла, анчах ун хыççăн та тÿрех вăхăт пĕтмĕ-ха».
(10) Иисус татах каланă: «Халăх çине халăх тапăнĕ, патшалăх çине патшалăх вăрçăпа тухĕ;
(11) вырăнăн-вырăнăн питĕ хытă çĕр чĕтреннисем, выçлăх çулсем тата вĕлерекен чир-чĕрсем пулĕç. Тÿпере хăрушă пулăмсемпе аслă паллăсем курăнĕç.
(12) Çаксем пурте пуличчен, малтан, Ман ятăмшăн сирĕн çине алă çĕклĕç, синагогăсемпе тĕрмесене тытса парса хĕсĕрлĕç, пуçлăхсемпе патшасем умне илсе пырса тăратĕç.
(13) Çакă йăлтах Ман çинчен çирĕплетсе пĕлтермешкĕн пулĕ.
(14) Çакна чĕре варне хурăр: мĕн тавăрса калас-ши тесе малтанах ан кулянăр,
(15) мĕншĕн тесен Эпĕ сирĕн чĕлхе-çăварăра ăслăлăх парăп. Тăшманăрсенчен пĕри те сире хирĕç сăмах тупса калаймĕ, сире хирĕç тăраймĕ.
(16) Тата сире аçăр-аннĕрсем те, тăванăрсем те, хурăнташăрсем те, тусăрсем те сутĕç, сиртен хăшне-пĕрне вĕлерĕç.
(17) Ман ятăмшăн сире пурте курайми пулĕç.
(18) Анчах та сирĕн пуçăр çинчи пĕр çÿç пĕрчине пĕтерни те Турă ĕçĕшĕн усăсăр пулмĕ.
(19) Чăтăмлă пулнипе чунăрсене çăлса хăварăр».
Иерусалима аркатасси çинчен
(20) «Иерусалима йĕри-тавра çар хупăрласа илнине курсан, вара унăн юхăнса тăрас вăхăчĕ çывхарнине пĕлĕр!
(21) Иудея халăхĕ ун чухне тусем çине тартăр, Иерусалимри çынсем хăвăртрах хуларан тухчăр, хула таврашĕнчисем хулана ан кĕччĕр.
(22) Мĕншĕн тесен çак кунсем – тавăру кунĕсем, вĕсем пирки Çырнинче мĕн калани йăлтах пурнăçланĕ.
(23) Çав кунсенче йывăр çын пулнă хĕрарăмсене, кăкăр çитерекен амăшĕсене хуйхă пулĕ. Çĕр çине пысăк асаплăх килĕ, çак халăха Турă çилли çитĕ.
(24) Пĕрисене хĕçпе вĕлерĕç, теприсене тĕрлĕрен урăх халăх хушшине тыткăна илсе кайĕç. Иерусалима ют халăхсем хăйсен вăхăчĕ иртичченех таптĕç».
Христос тепĕр хут килесси
(25) «Хĕвелпе уйăх çинчи, çăлтăрсем çинчи пулăмсем хăрушă паллăсем пулĕç. Çĕр çинчи халăхсем хуйха ÿкĕç, ăнран кайĕç. Тинĕс шавласа, кĕрлесе тăрĕ.
(26) Тÿпери вăй-хăватсем кисренĕç. Çавăнпа та, тĕнчене килес асапсене кĕтсе, çынсем вилесле сехĕрленсе ÿкĕç.
(27) Вара тÿпери пĕлĕт çинче аслăран та аслă мухтавпа тата хăватпа килекен Этем Ывăлне курĕç.
(28) Çаксем пула пуçласан пуçăрсене усас вырăнне çĕклĕр, мĕншĕн тесен сирĕн çăлăнас вăхăтăр çывхарать».
Смоква йывăççипе танлаштарни
(29) Унтан Иисус вĕсене ытарлăх каласа панă: «Смоква йывăççи çине, ытти мĕн пур йывăçсем çине пăхăр-ха.
(30) Вĕсем çулçă кăлара пуçласан эсир çу çывхарса килнине пĕлетĕр.
(31) Çавăн пекех, çаксем пула пуçланине курсан, Турă Патшалăхĕ çывăххине пĕлĕр.
(32) Чăн калатăп сире: çаксем пурте çак ăру пĕтичченех пулса иртĕç.
(33) Çĕрпе пĕлĕт те пĕтĕ, Ман сăмахăмсенчен пĕри те пĕтмĕ».
Сыхă тăма чĕнни
(34) «Хăвăра хăвăр асăрхăр: çиесшĕн, ĕçсе ÿсĕрĕлесшĕн çăткăнланса ан çÿрĕр, пурăнăç хуйхи-суйхипе кăмăлăрсене ан хуçăр. Çав кун сирĕншĕн кĕтмен çĕртен ан пултăр,
(35) мĕншĕн тесен çав кун пĕтĕм çĕр пичĕ çинче пурăнакансене тетеле çаклатнă пек çаклатĕ.
(36) Çавăнпа ĕнтĕ яланах сыхă тăрăр, çав килес асапсенчен хăтăлма вăй-хал ыйтса кĕлтăвăр, Этем Ывăлĕ умне тăма тивĕçлĕ пулăр».
(37) Кăнтăрла Иисус Турă Çуртĕнче вĕрентнĕ, каçхине хуларан тухса Елеон ятлă ту çинче çĕр каçнă.
(38) Вăл вĕрентнине итлеме пĕтĕм халăх куллен ир-ирех Турă Çуртне пуçтарăннă.
Лука 22
Иисуса хирĕç тунă кавар
(1) Тутлăлла çăкăр уявĕ, пасха текен уяв, çывхарса килнĕ.
(2) Аслă священниксемпе саккун вĕрентÿçисем, халăхран хăранипе, Иисуса вĕлерме вăрттăн май шыранă.
(3) Вун иккĕшĕнчен пĕрин, Искариот текен Иудăн, ăшне шуйттан кĕнĕ.
(4) Вăл вара кайнă та Иисуса мĕнле тытса парасси çинчен аслă священниксемпе, пуçлăхсемпе канаш тунă.
(5) Лешсем савăннипе ăна укçа пама пулнă.
(6) Вара Иуда, вĕсемпе килĕшсе татăлсан, Иисуса халăхран вăрттăн тытса пама меллĕ вăхăт шыранă.
Пасха апачĕ тума хатĕрленни
(7) Тутлăлла çăкăр уявĕ çитнĕ. Çавăн чухне пасха валли путек пусмалла пулнă.
(8) Иисус вара Петрпа Иоана çапла каласа янă: «Кайăр та хамăр валли пасха апачĕ хатĕрлесе хурăр».
(9) «Эсĕ пире ăçта хатĕрлеме хушатăн?» – тесе ыйтнă Унран вĕсем.
(10) Иисус вĕсене çапла каланă: «Эсир хулана пырса кĕнĕ чух кăкшăмпа шыв çĕклесе пыракан çынна тĕл пулăр. Вара ун хыçĕнчен кайăр та вăл кĕрекен çурта кĕрĕр.
(11) Унтан кил хуçине калăр: „Вĕрентекен санран ыйтать: Манăн пасха апатне вĕренекенĕмсемпе пĕрле хăш пÿлĕмре çимелле пулать?“
(12) Вăл сире янтăласа хунă пысăк та хăтлă пÿлĕм кăтартĕ, çавăнта хатĕрлĕр».
(13) Петрпа Иоанн хулана кайсан пĕтĕмпех Иисус каланă пек пулса иртнĕ. Унтан вĕсем пасха апачĕ хатĕрлесе хунă.
Аслă каçхи апат
(14) Вăхăт çитсен Иисус вун икĕ апостолĕпе пĕрле сĕтел хушшине ларнă.
(15) –
(16) Унтан вĕсене çапла каланă: «Пасха апачĕ Турă Патшалăхĕнче пулса çитмесĕр те Эпĕ ăна урăх çиеймĕп, çавăнпа калатăп та сире: асап куриччен малтан Манăн ăна питĕ сирĕнпе ларса çиес килет».
(17) Вара Иисус курка илсе Турра тав тунă та каланă: «Çакна илĕр те кашниех ĕçсе парăр.
(18) Калатăп сире: Турă Патшалăхĕ килмесĕр те Эпĕ ĕнтĕ иçĕм çырли эрехне ĕçеймĕп».
(19) Вăл тата çăкăр илсе Турра тав тунă та, вĕренекенĕсене хуçа-хуçа парса, каланă: «Çакă – сирĕншĕн паракан Манăн Ÿтĕм. Малашне те Мана аса илсе çак йăлана тăвăр».
(20) Каçхи апат хыççăн, çавнашкалах, Иисус курка илсе каланă: «Çак курка – сирĕншĕн юхакан Юнăмпа çирĕплетнĕ Çĕнĕ Халал.
(21) Акă ĕнтĕ Мана сутакан та Манпа пĕрле çак сĕтел хушшинчех ларать.
(22) Этем Ывăлĕн малтанах палăртнă çулне утса тухмаллах, анчах та Ăна тытса паракана хуйхă пулĕ».
(23) Вĕренекенĕсем вара пĕр-пĕринчен ыйтса: «Пирĕн хушшăмăртан кам тытса пама пултарĕ-ши?» – тесе калаçнă.
Тарçă пек пулăр
(24) Çавăнтах тата вĕсем хăйсем хушшинче хăшĕ аслăраххи пирки тавлашма тытăннă.
(25) Иисус вĕсене каланă: «Патшасем халăхпа хуçаланаççĕ, халăхпа пуç пулакансене „ырă хуçам“ теççĕ.
(26) Эсир унашкал ан пулăр. Сирĕн хушшăрта асли кĕçĕнни пек пултăр, хуçи те тарçă пек пултăр.
(27) Хăшĕ аслă: кĕрекере лараканни-и е ĕçлесе тăракан тарçи? Кĕрекере лараканни мар-и вара? Анчах та акă Эпĕ сирĕн хушшăрта тарçă пек пултăм.
(28) Мана йывăр чухне эсир Манпа пĕрле пултăр.
(29) –
(30) Ман Патшалăхăмра кĕрекере ĕçсе çиччĕр тесе, Израилĕн вун икĕ рăвĕн тÿри пулма престол çине ларччăр тесе Аттем Мана Патшалăх парса хăварнă пекех, Эпĕ те сире Патшалăх шанса парса хăваратăп».
Петр тунасса Иисус малтанах калани
(31) Иисус вара каланă: «Эх, Симон, Симон! Акă ĕнтĕ шуйттан сире тулă алланă пек аллама ирĕк ыйтса илчĕ.
(32) Анчах та ĕненĕвÿ ан чактăр тесе Эпĕ саншăн кĕлтурăм. Эсĕ те кайран, ху тĕрексĕр пулнăшăн ÿкĕнсен, тăванусене тĕреклĕх пар».
(33) «Хуçамăр, эпĕ Санпа пĕрле тĕрмене ларма та, вилме те хатĕр!» – тенĕ Ăна Петр.
(34) «Петр, сана калатăп: кĕçĕр, автан авăтичченех, эсĕ Мана виçĕ хутчен пĕлмĕш пулăн», – тенĕ ăна Иисус.
(35) Унтан вĕренекенĕсенчен ыйтнă: «Эпĕ сире укçа енчĕкĕсĕр, хутаçсăр, пушмаксăр янă чух сирĕн мĕн те пулин çитменни пулчĕ-и?» Лешсем Ăна хирĕç: «Çитменни нимĕн те пулмарĕ!» – тенĕ.
(36) Иисус вĕсене каланă: «Халĕ ĕнтĕ укçа енчĕкĕ пуррисем ăна илччĕр, хутаçне те илччĕр. Камăн хĕç çук, вăл тумтирне сутса хĕç илтĕр.
(37) Мĕншĕн тесен Çырнинче: „Ăна вăрă-хурах шутне кĕртĕç“ тесе калани Манпа пурнăçланмаллах, çакă часах пулса иртмелле».
(38) «Хуçамăр! Акă кунта икĕ хĕç пур», – тенĕ вĕсем. «Çитет», – тенĕ Вăл вĕренекенĕсене.
Елеон тăвĕ çинче кĕлтуни
(39) Унтан тухсан Иисус хăнăхнă йăлипе Елеон тăвĕ çине кайнă. Унпа пĕрле вĕренекенĕсем те пынă.
(40) Вырăна çитсен Иисус вĕсене каланă: «Илĕртнипе çылăха кĕрес марччĕ тесе кĕлтăвăр».
(41) Хăй вара вĕсем патĕнчен пĕр вăтăр утăма кайнă та чĕркуçленсе ларса
(42) çапла кĕлтунă: «Эй, Аттем! Кмăлу пулсан, çак асап куркине Манран ирттерсе ярсамччĕ. Çапах та Ман ирĕк мар, Санăн ирĕкÿ пултăр».
(43) Вара тÿперен ангел курăнса Ăна вăй-хăват панă.
(44) Плхана-пăлхана Иисус тата хытăрах кĕлтунă. Унăн тарĕ çĕре юн пек тумланă.
(45) Кĕлтунă хыççăн Вăл вĕренекенĕсем патне пынă та лешсем куляна-куляна çывăрсах кайнине курнă.
(46) «Эсир мĕншĕн çывăратăр? Илĕртнипе çылăха кĕрес марччĕ тесе, тăрса кĕлтăвăр», – тенĕ вĕсене Иисус.
Иисуса тытни
(47) Иисус çапла каласа тăнă чух унта пĕр ушкăн халăх пырса çитнĕ. Вĕсен умĕнче Вун иккĕшĕнчен пĕри, Иуда ятли, пынă. Вăл Иисуса чуптума Ун умне пырса тăнă, мĕншĕн тесен Иуда лешсене: «Эпĕ Кама чуптăвăп, Çавă Иисус пулĕ», – тесе паллă пама пулнă.
(48) Иисус вара ăна каланă: «Иуда, Этем Ывăлне чуптусах тытса паратăн-и?»
(49) Иисуспа пĕрле пулнисем, ĕç-пуç епле кайнине курсан: «Хуçамăр, хĕçсене кăларар мар-и?» – тенĕ Ăна.
(50) Вĕсенчен пĕри аслă священникăн чурине хĕçпе сулса янă та унăн сылтăм хăлхине касса татнă.
(51) Иисус вĕсене каланă: «Чарăнăр, çитĕ!» Унтан Вăл çав тарçă хăлхине сĕртĕнсе сыватнă.
(52) Хăйне тытма пынă аслă священниксене, Турă Çурчĕн хурал пуçлăхĕсене, ятлă-сумлă çынсене Иисус çапла каланă: «Эсир Мана тытма, вăрă-хураха хирĕç тухнă пек, хĕçсемпе, шалçасемпе килтĕр.
(53) Эпĕ кашни кун сирĕнпе пĕрле Турă Çуртĕнче пултăм, эсир ун чух Мана тĕкĕнмерĕр. Халĕ ĕнтĕ тĕттĕмлĕх хуçаланать, ку – сирĕн вăхăтăр».
Петр Иисуса пĕлмĕш пулни
(54) Вĕсем Иисуса ярса тытнă та аслă священник çуртне илсе кайнă. Петр вĕсем хыççăн чылай каярахра утса пынă.
(55) Çынсем картиш варринче кăвайт хурса пурте йĕри-тавра пухăнсан, вĕсен хушшине Петр та пырса ларнă.
(56) Пĕр хĕрарăм тарçă, Петр кăвайт умĕнче ларнине курсан, ун çине тинкерсе пăхса каланă: «Ку çын та Унпа пĕрлеччĕ».
(57) Анчах та Петр, Иисусран тунса, çав хĕрарăма: «Эпĕ Ăна пĕлместĕп», – тесе тавăрнă.
(58) Кштахран тепри ăна асăрханă та: «Эсĕ те çав ушкăнранахчĕ», – тенĕ. Петр çав çынна та: «Çук, çук!» – тенĕ.
(59) Сехете яхăн вăхăт иртсен татах тепри çине тăрсах: «Чăнах, ку та Унпа пĕрлеччĕ, ку Галилея çынни», – тенĕ.
(60) «Эсĕ тем калаçатăн, пĕлместĕп», – тенĕ Петр ăна хирĕç. Вăл çапла каласа тăнă вăхăтрах сасартăк автан авăтса янă.
(61) Хуçамăр çавăрăнса Петр çине тинкерсе пăхнă. Петр вара Хуçамăр сăмахĕсене: «Автан авăтичченех эсĕ Мана виçĕ хут пĕлмĕш пулăн», – тенине аса илнĕ.
(62) Унтан Петр картишĕнчен тухнă та татăлсах йĕнĕ.
Иисусран мăшкăлласа кулни
(63) Иисуса хураллакан салтаксем Унран çав тери мăшкăлласа кулнă, хĕнесе пĕтернĕ.
(64) Вĕсем Унăн куçне хупласа питрен çупа-çупа ярса ыйтнă: «Эсĕ пророк пулсан, кала, кам çапрĕ Сана?»
(65) Ăна урăх сăмахсем каласа та нумай хур тунă.
Иисуса синедриона илсе пыни
(66) Тул çутăлсанах халăх хушшинчи ятлă-сумлă çынсемпе аслă священниксем тата саккун вĕрентÿçисем пуçтарăннă. Вĕсем Иисуса синедрион канашĕ умне тăратса:
(67) «Каласам пире: Эсĕ Турă Суйласа илни-и? Христос-и?» – тенĕ. «Эпĕ сире каласан та, эсир Мана ĕненмĕр, – тавăрнă Иисус.
(68) – Хăвăртан ыйтсан та эсир Мана хирĕç тавăрса каламăр, Мана ирĕке те ямăр.
(69) Паянтан пуçласа, малашлăхра, Этем Ывăлĕ хăватлă Туррăн сылтăм енне ларĕ».
(70) Вара пурте: «Апла Эсĕ – Турă Ывăлĕ-и?» – тесе ыйтма пуçланă. Иисус хуравланă: «Вăл Эпĕ тесе эсир каларăр».
(71) Лешсем вара: «Ун айăпне кăтартни мĕн тума кирлĕ тата пире? Ĕнтĕ Унăн сăмахĕсене хамăр хăлхапа хамăрах илтрĕмĕр!» – тенĕ.
Лука 23
Иисус Пилат патĕнче
(1) Унтан синедрион канашĕнчисем пĕтĕм йышĕпех пурте тăнă та Иисуса Пилат патне илсе кайнă.
(2) Вара Ăна çапла айăплама пуçланă: «Ку Çын пирĕн халăха пăлхатса çÿрет. Хăйне Христос Патша тесе императора налук тÿлеме хушмасть!»
(3) Пилат Иисусран ыйтнă: «Эсĕ Иудея Патши-и?» Иисус ăна хирĕç: «Эсĕ ху çапла каларăн», – тенĕ.
(4) Пилат вара аслă священниксене те, халăха та каланă: «Ку Çынна айăплама эпĕ нимĕнле сăлтав та курмастăп».
(5) Анчах лешсем çине тăрса хистенĕ: «Галилейăран пуçласах Вăл пĕтĕм Иудея тăрăх Хăйĕн вĕрентĕвĕпе халăха пăлхатса çÿрет. Акă, халĕ кунта килчĕ!» – тенĕ.
Иисуса Ирод патне яни
(6) Галилея тенине илтсен Пилат: «Вăл Галилея çынни-им?» – тесе ыйтнă.
(7) Иисус хайхи Ирод тытса тăракан çĕр-шывран пулнине пĕлсен, Пилат Ăна шăпах çав вăхăтра Иерусалима пынă Ирод патша патне янă.
(8) Иисуса курсан Ирод питĕ савăннă, мĕншĕн тесен вăл Ăна унчченех курасшăн пулнă. Иисус тунă ĕçсем çинчен Ирод нумай илтнĕ, çавăнпа Унран мĕнле те пулин хăват курма ĕмĕтленнĕ.
(9) Ирод Ăна тĕрлĕрен ыйтусем панă, анчах Иисус хирĕç нимĕн те тавăрса каламан.
(10) Аслă священниксемпе саккун вĕрентÿçисем вара Иисуса хыттăн кăшкăра-кăшкăра айăпласа тăнă.
(11) Анчах та Ирод, салтакĕсемпе пĕрле, Унран тăраничченех мăшкăлласа кулнă та Ăна патшалла çутă тум тăхăнтартса Пилат патне каялла янă.
(12) Малтан пĕр-пĕринпе хирĕçсе пурăннă Пилатпа Ирод çав кун туслашса кайнă.
Иисуса вĕлерме ыйтни
(13) Унтан Пилат аслă священниксене, пуçлăхсене, халăха чĕнсе пуçтарнă та
(14) вĕсене каланă: «Ку Çынна эсир ман пата халăха пăтратакан тесе тытса килтĕр. Акă, эпĕ сирĕн умăртах тĕпчерĕм, анчах та эсир айăпланине çирĕплетекен пĕр сăлтав та тупмарăм.
(15) Ирод хăй те çак Çынна вĕлермеллех айăплама нимĕнле сăлтав та тупайман. Эпĕ Ăна ун патне янăччĕ.
(16) Çавăнпа эпĕ Ăна чĕн пушăпа хĕнеттерем те кăларса ярам».
(17) Пилатăн пасха уявĕ ячĕпе тĕрмере ларакансенчен пĕрне халăх ыйтнипе кăларса ямалла пулнă.
(18) Вара пĕтĕм халăх: «Иисуса вĕлерттер! Эпир Вараввăна ирĕке кăларттарасшăн!» – тесе кăшкăрма пуçланă.
(19) Вараввăна хула халăхне пăлхатнăшăн, çын вĕлернĕшĕн тĕрмене хупса лартнă пулнă.
(20) Пилат, Иисуса кăларса ярасшăн пулса, каллех халăха чĕнсе каланă.
(21) Анчах та лешсем: «Пталаттар Ăна! Пталаттар!» – тесе кăшкăрнă.
(22) Пилат вĕсене виççĕмĕш хут каланă: «Мĕн усалли тунă вара Вăл? Ку Çынна вĕлерме эпĕ нимĕнле сăлтав та тупмарăм, çавăнпа ĕнтĕ Ăна хĕнеттерем те кăларса ярам», – тенĕ.
(23) Анчах та вĕсем хыттăн кăшкăрса, çине тăрсах Иисуса пăталаттарма ыйтнă. Çапла кăшкăрса-хистесе халăхпа аслă священниксем çиеле тухнă.
(24) Пилат вара вĕсем ыйтнине тивĕçтерес тенĕ.
(25) Вăл пăлхав çĕкленĕшĕн тата çын вĕлернĕшĕн тĕрмене хупнă Вараввăна вĕсем ыйтнипе ирĕке кăларса янă, Иисуса вара вĕсен аллине панă.
Иисус Христоса пăталани
(26) Ăна илсе кайнă чух салтаксем хиртен тавăрăнакан Киринея çыннине, Симона, ярса тытнă та, хĕрес йăттарса, Иисус хыççăн çĕклесе пыма хушнă.
(27) Иисус хыçĕнчен çынсем нумаййăн пынă, хĕрарăмсем те Уншăн кăшкăрса йĕрсе утнă.
(28) Иисус вĕсем енне çавăрăнса каланă: «Эй, Иерусалим хĕрĕсем! Маншăн мар, хăвăршăн тата ачăрсемшĕн хуйхăрса макăрăр.
(29) Акă вăхăт çитĕ, ун чухне çынсем: „Ача туман арăмсем, çуратманнисем, кăкăр çитерменнисем телейлĕ!“ – тесе калĕç.
(30) Çавăн чух вĕсем тусене калĕç: „Пирĕн çине ÿкĕр!“ Сăртсене те: „Пире хупласа хурăр!“ – теме пуçлĕç.
(31) Ешерсе ларакан йывăçа çапла тăваççĕ пулсан, апла хăрăккине мĕн пулĕ?»
(32) Иисуспа пĕрле тата икĕ вăрă-хураха вĕлерме илсе пынă.
(33) «Пуç купташки» текен вырăна çитсен Иисуса та, икĕ вăрă-хурахне те хĕрессем çумне пăталанă. Пĕрне – Унăн сылтăм енне, теприне сулахай енне пăталаса хунă.
(34) Иисус каланă: «Эй, Аттем, каçар вĕсене! Вĕсем хăйсем мĕн тунине те пĕлмеççĕ». Иисуса пăталанă салтаксем вара Унăн тумтирне шăпа ярса валеçнĕ.
(35) Халăх пăхса тăнă. Пуçлăхсем те халăхпа пĕрле Иисусран тăрăхласа кулнă: «Ыттисене çăлатчĕ! Вăл Турă Суйласа илни, Христос пулсан, Хăйне Хăй çăлтăр», – тенĕ.
(36) Салтаксем те, пыра-пыра, Ăна хĕрхÿлентернĕ хĕрлĕ эрех парса, Унран мăшкăлласа
(37) çапла каланă: «Эсĕ Иудея Патши пулсан, Хăвна Ху çăл ĕнтĕ!»
(38) Унăн пуçĕ тĕлне: «Çакă – Иудея Патши», – тесе грекла, латинла, еврейла çырса çапнă.
(39) Хĕрес çумне пăталанă вăрă-хурахсенчен пĕри Иисуса мăшкăлласа: «Эсĕ Христос пулсан, Хăвна та, пире те çăл!» – тенĕ.
(40) Тепри вара, пачах урăхла, ăна чарса каланă: «Эсĕ Турăран хăрамастăн-и-мĕн? Хăвна та вĕлерме суд тунă-çке.
(41) Пире тĕрĕсех айăпланă, ĕçĕмĕрсемшĕн эпир вилĕме тивĕçлĕ. Вăл вара нимĕнле усал ĕç те туман».
(42) Унтан вăл Иисуса: «Хуçамăр, Хăвăн Патшалăху çитсен аса илсем мана», – тенĕ.
(43) Иисус ăна каланă: «Чăн калатăп сана, паянах эсĕ Манпа пĕрле райра пулăн».
Иисус Христос вилĕмĕ
(44) –
(45) Кăнтăрла, вун икĕ сехетрен пуçласа виçĕ сехетсенелле, пĕтĕм çĕр çинче сĕм тĕттĕм пулса ларнă. Хĕвел тĕттĕмленнĕ. Турă Çуртĕнчи чаршав та çурмалла çурăлса аннă.
(46) Иисус хытă кăшкăрса каланă: «Эй, Аттем! Сывлăшăма Санăн аллуна паратăп». Çапла каласанах Унăн юлашки сывлăшĕ тухнă.
(47) Çĕрпÿ, çавăнта мĕн пулнине курсан, Турра мухтаса каланă: «Ку, чăнах та, тÿрĕ çын пулнă иккен!»
(48) Пуçтарăннă халăх та, мĕн пулса иртнине курсан, хĕрхеннипе пуçĕсене усса килĕсене тавăрăннă.
(49) Иисуса паллакансем тата Унпа пĕрле Галилейăран пынă хĕрарăмсем çавна аякран пăхса тăнă.
Иисус ÿтне тупăклăха хуни
(50) –
(51) Иудейăри Аримафея хулинче çуралса ÿснĕ пĕр Иосиф ятлă çын пулнă. Вăл, тÿрĕ тата ырă кăмăллăскер, иудейсен канашĕнче ларнă пулин те, канаш ĕçĕпе те, йышăнăвĕпе те килĕшмен. Вăл хăй те Турă Патшалăхне кĕтсе пурăннă.
(52) Иосиф, Пилат патне пырса, унран Иисус ÿтне пама ыйтнă.
(53) Унтан Ăна хĕрес çинчен антарса пирпе чĕркенĕ те чул ту хысакне алтса тунă тупăклăха хунă. Унччен кунта никама та пытарман пулнă.
(54) –
(55) Галилейăран Иисуспа пĕрле пынă хĕрарăмсем те Иосиф хыçĕнчен кайнă, вĕсем Унăн ÿтне тупăклăха епле хунине сăнаса тăнă. Çакă эрне кун пулса иртнĕ, шăмат кун вара ĕçлеме юраман,
(56) çавăнпа вĕсем килне тавăрăннă та ырă шăршăллă курăксем тата сĕрмелли çусем хатĕрлесе хунă. Вара, саккуна пăхăнса, шăмат кун каннă.
Лука 24
Иисус Христос чĕрĕлсе тăни
(1) Эрнен малтанхи кунĕнче, ирпе ирех, хатĕрлесе хунă ырă шăршăллă çăвĕсене илсе хĕрарăмсем тупăклăх патне пынă. Вĕсемпе пĕрле урăх хĕрарăмсем те пулнă.
(2) Хайхисем çитнĕ те тупăклăх умĕнчи чула йăвантарса куçарса хунине асăрханă.
(3) Вара вĕсем тупăклăха кĕрсе пăхнă, анчах унта Иисус Хуçамăрăн ÿчĕ пулман.
(4) Хĕрарăмсем ним тума пĕлмесĕр тĕлĕнсе тăнă чух, сасартăк вĕсен умне çап-çутă тумтирлĕ икĕ çын пырса тăнă.
(5) Хĕрарăмсем питĕ хăранипе çĕрелле пăхса тăнă чух вĕсем: «Эсир мĕншĕн Чĕрĕскере вилнисем хушшинче шыратăр? – тенĕ.
(6) – Иисус кунта çук, Вăл чĕрĕлсе тăнă! Астăватăр-и, Галилейăра чухнех Вăл сире:
(7) „Этем Ывăлне çылăхлă çынсен аллине тытса парĕç, Ăна хĕрес çумне пăталĕç, виççĕмĕш кунне Вăл чĕрĕлсе тăрĕ“, – тесе каланăччĕ».
(8) Вара хĕрарăмсем Иисус сăмахĕсене астуса илнĕ.
(9) –
(10) Вĕсем, тупăклăх патĕнчен тавăрăнсан, мĕн курнине пĕтĕмпех вун пĕр апостола тата ыттисене пурне те каланă. Çавăн çинчен каласа кăтартакансем – Мария Магдалина, Иоанна, Иаков амăшĕ Мария; вĕсемпе пĕрле тата урăх хĕрарăмсем те пулнă.
(11) Анчах вĕсем каласа пани апостолсене пустуй сăмах пек туйăннă, вĕсем хĕрарăмсене ĕненмен.
(12) Çапах та Петр тупăклăх патне чупса кайнă. Вăл пĕшкĕнсе шалалла пăхнă та унта выртакан пирсене çеç курнă. Вара мĕн пулнинчен тĕлĕнсе каялла тавăрăннă.
Еммауса каякан çул çинче
(13) Çав кунах икĕ вĕренекенĕ Иерусалимран вун пĕр çухрăмсенелле ларакан Еммаус ятлă яла кайнă.
(14) Çул çинче вĕсем иртнĕ кунсенче мĕн пулни çинчен калаçса пынă.
(15) Çапла вĕсем пĕр-пĕринпе сăмахласа, тавлашкаласа пынă чухне Иисус Хăй вĕсем патне çывхарнă та юнашар утнă.
(16) Анчах вĕсен куçĕсене çавăн чухне улшу курмалла тунăран вĕсем Иисуса паллайман.
(17) «Эсир мĕн çинчен калаçса пыратăр, мĕншĕн питĕ салхуллă?» – тесе ыйтнă вĕсенчен Иисус.
(18) Пĕри, Клеопа ятли, Ăна çапла каланă: «Иерусалима килнĕ çынсенчен пĕр Эсĕ çеç çак кунсенче унта мĕн пулса иртнине пĕлместĕн пулĕ?»
(19) «Мĕн пирки вара?» – тесе ыйтнă Иисус. «Назаретри Иисус пирки, – хуравланă лешсем. – Вăл пророкчĕ, Турăпа пĕтĕм халăх умĕнче ĕçĕпе те, сăмахĕпе те хăватлăччĕ.
(20) Пирĕн аслă священниксемпе пуçлăхсем вара Ăна вĕлерме суд тумашкăн тытса пачĕç те хĕрес çумне пăталаттарчĕç.
(21) Эпир вара Израиле хăтараканни Çавă тесе ĕмĕтленеттĕмĕр. Çак ĕç пулнăранпа икĕ кун та иртрĕ ĕнтĕ.
(22) Çитменнине тата хамăр хĕрарăмсенчен хăшĕ-пĕрисем пире тĕлĕнтерчĕç! Паян ирхине ирех вĕсем тупăклăх патне кайнă,
(23) анчах та Унăн ÿтне тупайман. Тавăрăнсан вĕсем хăйсене ангелсем курăнни çинчен каласа пачĕç. Ангелсем вĕсене Иисус чĕрех пулни çинчен пĕлтернĕ.
(24) Вара хамăр çынсем те тупăклăх патне кайса пăхрĕç, хĕрарăмсем каласа пани тĕрĕсех пулнă. Вĕсем унта Иисуса Хăйне курман».
(25) «Эх, тавçăрусăр та мăран чунлăскерсем! – тенĕ вĕсене Иисус. – Пророксем малтанах каланине те ĕненме пултараймастăр-çке.
(26) Мухтавлăран та мухтавлă пулма Христосăн çак асапа курмалла марччĕ-им вара?»
(27) Унтан Иисус вĕсене Моисейран пуçласа пур пророксем те Çырнинче Хăйĕн пирки мĕн каланине ăнлантарса панă.
(28) Вĕсем хăйсем çитес ял патне çывхарнă. Иисус татах малалла кайма пуçтарăннă пек тусан,
(29) вĕренекенĕсем Ăна чарса: «Кун каçалана сулăнчĕ ĕнтĕ, атя, пирĕнпе юл», – тенĕ. Вара Иисус вĕсемпе пĕр пÿрте кĕнĕ.
(30) Çиме ларсан Вăл çăкăр илсе пилленĕ те вĕренекенĕсене хуçа-хуçа панă.
(31) Тинех вĕсен куçĕсем уçăлнă, тинех вĕсем Ăна палласа илнĕ, анчах та Иисус вĕсен куçне курăнми пулнă.
(32) Вĕренекенĕсем пĕр-пĕрне каланă: «Вăл çул çинче пирĕнпе калаçса, Çырнине ăнлантарса пынă чух пирĕн чĕресем хавхаланса çунмарĕç-и вара?»
(33) Икĕ вĕренекенĕ çавăнтах тăнă та Иерусалима каялла тавăрăннă. Унта вĕсем вун пĕр апостолпа ыттисем пĕрле пухăннă çĕре пынă.
(34) Вара пухăннисем: «Хуçамăр чăннипех чĕрĕлсе тăнă! Вăл Симона та курăннă», – тенĕ.
(35) Икĕ вĕренекенĕ çул çинче мĕн пулса иртнине тата çăкăр хуçа-хуçа панинчен хăйсем Иисуса епле палласа илнине каласа кăтартнă.
Чĕрĕлсе тăнă Иисус вĕренекенĕсене курăнни
(36) Çапла калаçса ларнă чух вĕсем Иисус хăйсем хушшинче тăнине курах кайнă. «Канăçлăх пултăр сире», – тенĕ Вăл.
(37) Вĕренекенĕсем çав тери хăраса ÿкнĕ, куçа темле сывлăш курăнать пулĕ тесе шухăшланă.
(38) «Эсир мĕншĕн аптăраса ÿкрĕр? – тенĕ вĕсене Иисус. – Сирĕн пуçăра мĕншĕн унашкал шухăшсем пырса кĕреççĕ?
(39) Ман алăсене, урасене пăхăр-ха: Ку – Эпĕ! Эсир Мана хыпаласа пăхăр. Куратăр вĕт, Манăн ÿт те, шăмă та пур. Сывлăшăн çавсем çук».
(40) Çапла каласан вĕсене Хăйĕн аллине, урине кăтартнă.
(41) Вĕсем савăннипе ĕненеймесĕр тĕлĕнсе тăнă чух Иисус вĕсенчен: «Сирĕн кунта мĕн те пулин çимелли пур-и?» – тесе ыйтнă.
(42) Вĕренекенĕсем Ăна шаланă пулă тата караслă пыл панă.
(43) Иисус, илсе, вĕсем умĕнчех çинĕ.
(44) Унтан Вăл вĕренекенĕсене çапла каланă: «Ман çинчен Моисей саккунĕнче, пророксен кĕнекинче, псаломсенче çырни пурте пурнăçланмалла тесе Эпĕ хăвăрпа пĕрле чухнех каланăччĕ. Çавсем ĕнтĕ пĕтĕмпех пурнăçланчĕç».
(45) Çавăн чух Вăл вĕренекенĕсене Çырнинче мĕн каланине ăнланма ăслăлăх панă,
(46) вара вĕсене каланă: «Çырнинчи пекех, Христосăн çапла асап курмаллаччĕ, виççĕмĕш кунне вилĕмрен чĕрĕлсе тăмаллаччĕ.
(47) Иерусалимран пуçласа мĕн пур халăхсене ÿкĕнме, çылăх каçарттарма Ун ячĕпе ÿкĕтлесе вĕрентмелле.
(48) Эсир вара – çавна курса-илтсе çирĕплетекенсем.
(49) Мана Атте пама пулнине Эпĕ сире те паратăп, анчах та эсир çÿлтен хăват иличчен Иерусалимрах юлăр».
Иисус Христос тÿпене çĕкленни
(50) Унтан Иисус вĕренекенĕсене хуларан илсе тухнă та Вифание çитиччен вĕсемпе пынă. Вара аллисене çĕклесе вĕсене пилленĕ.
(51) Пиллесе тăнă чухнех Вăл, вĕсенчен уйăрăлса, тÿпене çĕклене пуçланă.
(52) Вĕренекенĕсем Ăна ÿксе пуççапнă та питĕ савăнса Иерусалим хулине тавăрăннă.
(53) Çав кунран пуçласа вĕсем ялан Турă Çуртĕнче пулнă, ялан Турра аслăласа мухтанă. Аминь.
[…] (Лука, XXIII, 44-46) […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] çинђен каланă: „Çакна Мана асăнса тăвăр“, тенĕ” (Лук. XXII—19). Ÿкĕнсе çылăхран тасаласси çинђен каланă: „Камăн […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] виçепе виçĕр, хăвăра та, çав виçепех виçĕç”, тет (Лук. 6, 38). Тата хăш ђухне ак йепле пулат̌: çынсем хăйсен çынна […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] шанса панă, унтан шырасса та нумай шырĕç“, тенĕ. (Лук. ХII, 48). Астуса тăрăр, тăвансем. Халăх хушшинђе йепле кĕçĕн […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] Иосифа хăйне ангел мĕн пĕлтернине каласа паман — Лука 1:26-38?). Çавăн çинчен 20-мĕш сăввинче вулатпăр (эпир ăна […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] Христос вĕрентнĕ [Мф 24], хăйне арестличчен кĕлĕ тунă [Лк 22], чĕрĕлнĕ хыççăн çак сăрт çинчен çÿл тÿпене çĕкленнĕ […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] Ангел Виѳлеем кĕтÿçисене каланă: ан хăрăр, епĕ енре пысăк савăнăç калăп, вăл пур халăхсене те пулĕ: пайан Давид хулинче сирĕн валли Çăлакан Христос Турă çуралђĕ, тенĕ (Лук. 2, 10). […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] пулнă; вăл Іисус ури патне ларса Унăн сăмахне итленĕ. (Лук. гл. 10, ст. 38—39). Пирĕн хамăр хушшăмăрта кампа камăн сăмах килĕшет, […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] Лука çырнă Таса Евангели, […]
КилĕштересКилĕштерес