Иоанн Çырнă Таса Евангели


Иоанн Çырнă Таса Евангели

Тупмалли

1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21

 

Иоанн 1

Сăмах ÿтленни

(1) Чăн малтанах Сăмах пулнă, Сăмах Турăра пулнă, Сăмах Хăй Турă пулнă.

(2) Çав Сăмах чăн малтанах Турăра пулнă.

(3) Мĕн пурри пĕтĕмпех Сăмах урлă пулнă. Мĕн пултарăнни нимĕн те Унсăр пулса кайман.

(4) Унра чĕрĕлĕх пулнă, çав чĕрĕлĕх этемсемшĕн çутă пулнă.

(5) Çутă тĕттĕмре çутатать, тĕттĕм ăна хуплаймасть.

(6) Çĕр çинче Турă янă çын пулнă, вăл Иоанн ятлă пулнă.

(7) Хăй урлă Çутта пурте ĕненччĕр тесе вăл Çутă çинчен каласа пĕлтерме килнĕ.

(8) Вăл хăй çутă пулман, ăна Çутă çинчен çирĕплетсе пĕлтермешкĕн янă.

(9) Çав Çутă – чăн-чăн: Вăл тĕнчене килекен кашни çыннах çутатать.

(10) Вăл Хăй пултарнă тĕнчерех пулнă, анчах тĕнче Ăна пĕлеймен.

(11) Вăл хăйĕннисем патне килнĕ, хăйĕннисем те Ăна йышăнман.

(12) Хăйне йышăнакансене, Хăйне ĕненекенсене Вăл Турă ачисем пулма ирĕк панă.

(13) Вĕсем юнпа-ÿтпе те мар, арçын кăмăлĕпе те мар, çÿлтен, Турăран çуралаççĕ.

(14) Çапла Сăмах ÿтленсе, этем пулса, пирĕн хушшăмăрта пурăнчĕ. Атте Турă тулли тивлетлĕ, чăнлăхлă пĕртен-пĕр Ывăлне мухтава кăларчĕ. Эпир Унăн мухтавне куртăмăр.

(15) «Ман хыçран Килекенни манран мала тухрĕ, Вăл манчченех пулнă тесе каланăччĕ эпĕ. Ку ĕнтĕ шăпах Çавă», – хыттăн каласа çирĕплетнĕ Ун çинчен Иоанн.

(16) Унăн туллилĕхне пула эпир ырăлăх çине ырăлăх илтĕмĕр.

(17) Мĕншĕн тесен саккуна Моисей урлă панă, ырăлăхпа чăнлăх вара Иисус Христос урлă килнĕ.

(18) Турра никам та нихçан та курман, Турă çинчен пире Ашшĕпе пĕрлĕхлĕ, Атте Туррăмăрăн пĕртен-пĕр Ывăлĕ пĕлтернĕ.

Шыва кĕртекен Иоанн каласа пĕлтерни

(19) –

(20) Иудейсен ятлă-сумлă çыннисем Иоанн патне Иерусалимри священниксемпе левитсене: «Кам эсĕ?» – тесе ыйтма ярсан, Иоанн вĕсене: «Эпĕ Христос мар», – тесе тÿрремĕнех çирĕплетсе каланă.

(21) «Эппин кам эсĕ? Илия-и?» – ыйтнă унран. «Илия мар», – тавăрнă вăл. «Тен, эсĕ пророк?» – ыйтнă лешсем. «Пророк та мар», – тенĕ Иоанн.

(22) «Апла кам-ха эсĕ? – татах ыйтнă унран. – Пирĕн хамăра кунта яракансене хурав памалла. Хăвна эсĕ кам тетĕн?»

(23) «Эпĕ – пуш хирте: „Хуçамăр валли çул тÿрлетĕр!“ – тесе чĕнекенĕн сасси, – тенĕ Иоанн. – Ун çинчен Исаия пророках каланă».

(24) Ыйтма пынисем фарисейсем пулнă.

(25) «Эсĕ Христос та мар, Илия та мар, пророк та мар пулсан, мĕншĕн эппин шыва кĕртетĕн?» – тесе ыйтнă унран вĕсем.

(26) Иоанн вĕсене хирĕç çапла каланă: «Эпĕ шывпа тĕне кĕртетĕп. Анчах та сирĕн хушшăрта хăвăр та пĕлмен Пĕри пур.

(27) Ман хыçран Килекенни шăпах Çавă, анчах Вăл манран малти. Эпĕ Унăн пушмакне хывма та тивĕçлĕ мар».

(28) Çакă Иоанн шыва кĕртнĕ вырăнта, Иордан леш енчи Вифаварта, пулса иртнĕ.

Турă Путекки

(29) Тепĕр кунне Иоанн хăй патне Иисус пынине курнă та каланă: «Акă тĕнче çылăхне Хăй çине илекен Турă Путекки.

(30) Ман хыçран Килекенни манран мала тухрĕ, мĕншĕн тесен Вăл манчченех пулнă тенĕччĕ эпĕ. Ку ĕнтĕ шăпах Çавă.

(31) Эпĕ хам та Ăна пĕлместĕмччĕ. Çапах та, Израиль халăхĕ Ăна пĕлтĕр тесе, шывпа тĕне кĕртме килтĕм».

(32) Тата Иоанн çапла çирĕплетсе каланă: «Квакарчăн пек курăнса çÿлтен анакан Святой Сывлăш Ун çинче тăнине куртăм эпĕ.

(33) Эпĕ хам та Ăна пĕлместĕмччĕ. Анчах та мана шывпа тĕне кĕртме Яраканĕ çапла каларĕ: „Çÿлтен анакан Святой Сывлăш кам çинче тăнине курăн, Çавă Святой Сывлăшпа тĕне кĕртекенĕ пулĕ“.

(34) Вăл Турă Ывăлĕ пулнине хам куçăмпа хам курнăран çирĕплетсе пĕлтеретĕп», – тенĕ Иоанн.

Иисусăн малтанхи вĕренекенĕсем

(35) Тепĕр кунне Иоанн икĕ вĕренекенĕпе пĕрле каллех çавăнта тăнă.

(36) Вара иртсе пыракан Иисуса курсан: «Акă Турă Путекки», – тенĕ.

(37) Çак сăмахсене илтсен икĕ вĕренекенĕ те Иисус хыççăн кайнă.

(38) Иисус çавăрăнса пăхнă та вĕсем Хăй хыçĕнчен пынине асăрханă. «Сире мĕн кирлĕ?» – ыйтнă Вăл. «Равви! (Равви тени Вĕрентекен тени пулать.) Ху ăçта пурăннине каласам пире», – тенĕ лешсем.

(39) «Ман хыçăмран пырсан хăвăрах курăр», – тенĕ Иисус. Вăхăт кăнтăрла иртни тăватă сехет тĕлнелле пулнă. Вĕсем, Ун хыççăн пырса, Вăл ăçта пурăннине курнă. Иисус патĕнче вара вĕсем кунĕпех пулнă.

(40) Иоанран Иисус çинчен илтсе Ун хыççăн каяканĕсенчен пĕри Петр текен Симон шăллĕ Андрей пулнă.

(41) Вăл пирвай хăйĕн пиччĕшне Симона тупса: «Эпир Мессияна (вăл Христос тени пулать) куртăмăр», – тенĕ те

(42) ăна Иисус патне илсе пынă. Иисус ун çине пăхса илнĕ те каланă: «Эсĕ, Иона ывăлĕ Симон, малашне Кифа ятлă пулăн». Кифа тени Петр тениех, вăл Чул тенине пĕлтерет.

Иисус Нафанаила тата Петра чĕнни

(43) Тепĕр кунне Иисус Галилейăна кайма шут тытнă. Вăл Филипа тĕл пулнă та: «Атя Ман хыçăмран», – тенĕ.

(44) Филипп вăл Андрейпа Петр çуралнă Вифсаида хулинченех пулнă.

(45) Филипп вара Нафанаила тĕл пулса каланă: «Моисей саккунĕнче тата пророксен сăмахĕнче Кам çинчен каланă, эпир Çавна шыраса тупрăмăр. Вăл Иосиф ывăлĕ, Назаретри Иисус иккен».

(46) Анчах та Нафанаил ăна çапла каланă: «Назаретран-и? Назаретра мĕн те пулин ырри пулма пултарать-и вара?» «Кайса пăх эппин», – тенĕ ăна Филипп.

(47) Хăй патне Нафанаил пынине курсан Иисус каланă: «Акă чăн-чăн Израиль çынни, вăл ултав мĕнне те пĕлмест».

(48) «Эсĕ мана ăçтан паллатăн?» – тесе ыйтнă Нафанаил. «Эпĕ сана Филипп чĕничченех, смоква йывăççи айĕнче тăнă чухнех куртăм», – тавăрнă Иисус.

(49) «Равви! Эсĕ – Турă Ывăлĕ, Эсĕ – Израиль Патши», – тенĕ Нафанаил.

(50) Иисус ăна хирĕç çапла каланă: «„Эпĕ сана смоква йывăççи айĕнче куртăм“, – тенипех эсĕ Мана ĕнентĕн. Эсĕ унтан та ытларах курăн-ха».

(51) Иисус ăна тата çапла каланă: «Чăн-чăнах калатăп сире: паянтан тÿпе уçăлнине, Турă ангелĕсем Этем Ывăлĕ патне хăпарса аннине те курăр».

Иоанн 2

Галилейăри Кана хулинчи туй

(1) Тепĕр икĕ кунран Галилейăри Кана хулинче туй пулнă. Унта Иисусăн Амăшĕ те пынă.

(2) Иисуспа вĕренекенĕсене те çав туя чĕннĕ.

(3) Хĕрлĕ эрех çитменнине курса: «Вĕсен эрехĕ пĕтнĕ», – тенĕ Амăшĕ Иисуса.

(4) «Эй, Анне! Мана Эсĕ кун пирки мĕншĕн калатăн? Манăн вăхăтăм çитеймен-ха», – тенĕ хирĕç Иисус.

(5) Амăшĕ тарçăсене: «Вăл сире мĕн хушнине пĕтĕмпех тăвăр», – тенĕ.

(6) Çавăнта вунă витре кĕрекен ултă чул савăт ларнă. Вĕсемпе иудейсем ĕçсе çиес умĕн тасалу йăлине тунă чух усă курнă пулнă.

(7) «Савăтсене шыв тултарăр-ха», – тенĕ тарçăсене Иисус. Лешсем вара шывне туллиех тултарнă.

(8) «Халĕ ĕнтĕ ăсса илĕр те туй пуçне леçсе парăр», – хушнă Иисус. Лешсем леçсе панă.

(9) Туй пуçĕ шывран пулнă хĕрлĕ эрехе астивсе пăхнă. Вăл çав эрехе ăçтан илнине пĕлмен, ăна шыв ăсакан тарçăсем кăна пĕлнĕ. Туй пуçĕ вара кĕрĕве хăй патне чĕнсе илнĕ те

(10) çапла каланă: «Пурте лайăхрах хĕрлĕ эрехе малтан параççĕ. Кайран, ĕçсе çитсен, япăхраххине параççĕ. Эсĕ вара лайăх эрехне халиччен кăлармасăр тăнă».

(11) Çапла вара, Галилейăри Кана хулинче хăватлă ĕçсем тума пуçласа, Иисус Хăйĕн чап-мухтавне кăтартнă; вĕренекенĕсем Ăна ĕненнĕ.

(12) Çавăн хыççăн Вăл Хăй те, Амăшĕ те, тăванĕсем те, вĕренекенĕсем те Капернаума кайнă, унта вĕсем темиçе кун çеç пурăннă.

Иисус Турă Çуртĕнчи сутуçăсене хăваласа кăларни

(13) Иудейсен пасха уявĕ çитеспе Иисус Иерусалима пынă.

(14) Вара Вăл Турă Çуртĕнче вăкăр, сурăх, кăвакарчăн сутнине тата укçа улăштаракансем ларнине асăрханă.

(15) Иисус кантраран пушă тунă та вĕсене пурне те вăкăрĕ-сурăхĕ мĕнĕпех Турă Çуртĕнчен хăваласа кăларнă. Вăл укçа улăштаракансен укçисене сапаласа янă, сĕтелĕсене тÿнтерсе тухнă.

(16) Вара кăвакарчăн сутакансене каланă: «Кайăк-кĕшĕк таврашне те илсе кайăр кунтан! Аттем çуртне суту-илÿ çурчĕ тунă ан пултăр!»

(17) Çавăн чухне Унăн вĕренекенĕсем «Турăçăм, Санăн çуртушăн çунни вут пек кĕллентерет Мана» тесе Çырнинчех каланине аса илнĕ.

(18) Иудейсен ятлă-сумлă çыннисем вара: «Çапла тума тивĕçÿ пуррине Эсĕ пире мĕнле паллă кăтартса ĕнентерĕн?» – тенĕ.

(19) «Çак Турă Çуртне пăсăр, Эпĕ вара ăна виçĕ кунран çĕнĕрен туса лартăп», – хуравланă Иисус.

(20) «Ку Турă Çуртне хĕрĕх ултă çул хушши тунă, Эсĕ ăна виçĕ кунрах туса лартасшăн-и?» – тенĕ çакна илтсен иудейсем.

(21) Турă Çурчĕ тесе Иисус Хăйĕн ÿт-пĕвне каланă пулнă.

(22) Вăл вилĕмрен чĕрĕлсе тăрсан, вĕренекенĕсем Иисусăн çак сăмахĕсене аса илнĕ. Вара Çырнинче каланине те, Иисус каланă сăмахсене те ĕненнĕ.

(23) Иерусалимра пасха уявĕнче пулнă чухне Иисус тĕрлĕ хăватсем кăтартнă. Çавна курсан чылайăшĕ Ăна ĕненме пуçланă.

(24) Анчах та вĕсем Хăйне çапла çирĕп ĕненсе пăрахнине Иисус шанман, мĕншĕн тесен Вăл çынсене пурне те пĕлсе тăнă.

(25) Ăна çын çинчен кăтартса пани кирлĕ пулман, Вăл Хăех çынна витĕр курса тăнă.

Иоанн 3

Иисус Никодимпа калаçни

(1) Фарисейсем хушшинче иудейсен пĕр пуçлăхĕ, Никодим ятлăскер, пулнă.

(2) Никодим пĕррехинче çĕрле Иисус патне пынă та Ăна çапла каланă: «Равви! Эсĕ Турă янă Вĕрентекен пулнине эпир пĕлетпĕр. Турă пулăшмасан Эсĕ кăтартакан хăватсене тума никам та пултараяс çук».

(3) «Чăн-чăнах калатăп сана, – тенĕ ăна хирĕç Иисус. – Çÿлтен çуралманни Турă Патшалăхне кураймĕ».

(4) «Ватăлнă çын епле тата çуралма пултарĕ? – тĕлĕнсе ыйтнă Никодим. – Вăл тепĕр хут амăш варне кĕрсе çуралма та пултарать-им?»

(5) «Чăн-чăнах калатăп сана: шывран тата Турă Сывлăшĕнчен çуралманни Турă Патшалăхне кĕреймĕ, – хуравланă Иисус.

(6) – Çын ÿт-пĕвĕнчен ÿт-пÿ кăна çуралать, чун-чĕм вара Турă Сывлăшĕнчен çуралать.

(7) „Сирĕн çÿлтен çуралмалла“ тенĕ сăмахăмран эсĕ ан тĕлĕн.

(8) Çил ăçта вĕрес тет, çавăнта вĕрет. Эсĕ çил кашланине илтетĕн пулин те, вăл ăçтан тухнине, ăçта кайнине пĕлместĕн. Турă Сывлăшĕнчен çуралнă кашни çынпах çапла пулать».

(9) «Мĕнле майпа пулма пултарать-ха вăл?» – ыйтнă Никодим.

(10) Иисус ăна хирĕç тавăрса каланă: «Эсĕ – Израиль халăхне вĕрентекен – çавна та пĕлместĕн-и?

(11) Чăн-чăнах калатăп сана: Эпир Хамăр мĕн пĕлнине калатпăр, мĕн курнине çирĕплетсе пĕлтеретпĕр. Эсир çапах та Эпир çирĕплетсе пĕлтернине йышăнмастăр.

(12) Эпĕ сире çĕр çинчи пирки каланине ĕненместĕр пулсан çÿлти пирки каланине епле ĕненĕр?

(13) Тÿперен аннă çÿлти Этем Ывăлĕсĕр пуçне пĕлĕт çине никам та хăпарман-ха.

(14) –

(15) Ĕненекенĕсем пĕри те ан пĕтчĕр тесе, ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулччăр тесе, Моисей пуш хирте çĕлене çĕкленĕ евĕрлех, Этем Ывăлĕн те çĕкленмелле.

(16) Тĕнчене питĕ юратнăран Турă Хăйĕн пĕртен-пĕр Тăван Ывăлне панă. Çакна Вăл ĕненекенĕсем пĕри те ан пĕтчĕр тесе, ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулччăр тесе тунă.

(17) Хăйĕн Ывăлне Турă çак тĕнчене суд тума яман, Ун урлă тĕнче çăлăнтăр тесе янă.

(18) Турă Ывăлне ĕненекен айăплă пулмĕ. Ăна ĕненменни вара Туррăн пĕртен-пĕр Тăван Ывăлне ĕненменрен айăпа юлнă та ĕнтĕ.

(19) Айăпĕ вара çакă: тĕнчене çутă килчĕ, анчах çынсем, ĕçĕсем усал пулнăран, тĕттĕме çутăран ытла юратрĕç.

(20) Усал ĕç тăвакан кирек кам та çутта юратмасть. Хăйĕн ĕçĕсем палăрасран вăл çутă патне пымасть, мĕншĕн тесен унăн ĕçĕсем усал.

(21) Тĕрĕс пурăнакан вара, ĕçĕсем палăрччăр тесе, çутталла туртăнать, мĕншĕн тесен унăн ĕçĕсем Турра юрăхлă».

Иисус тата Шыва кĕртекен Иоанн

(22) Çавăн хыççăн Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсемпе Иудея çĕрне пынă. Унта Вăл вĕренекенĕсемпе пĕрле пĕр хушă çынсене шыва кĕртсе пурăннă.

(23) Иоанн та Салим çывăхĕнчи Енонра шыва кĕртнĕ, мĕншĕн тесен унта шыв çителĕклех пулнă. Çынсем ун патне пыра-пыра шыва кĕнĕ.

(24) Вăл вăхăтра Иоана тĕрмене хупман пулнă-ха.

(25) Çавăн чухне Иоанăн вĕренекенĕсемпе иудейсем хушшинче тасалу йăли пирки тавлашу сиксе тухнă.

(26) Вĕренекенĕсем вара Иоанн патне пынă та каланă: «Равви! Иордан леш енче санпа пĕрле Пĕри пулнăччĕ, эсĕ Ун çинчен ху та çирĕплетсе пĕлтернĕччĕ. Акă халĕ Вăл Хăй шыва кĕрте пуçларĕ, пурте Ун патне çÿреççĕ».

(27) «Çÿлти Турă ăнăçу памасăр çын нимĕн те ăнăçтарма пултараймасть, – тенĕ вĕсене Иоанн.

(28) – Эпĕ Христос мар, мана Ун умĕнчен янă тесе каланăччĕ эпĕ сире. Çав сăмахсене эсир хăвăр та çирĕплетме пултаратăр.

(29) Хĕр çураçнă качча çеç кĕрÿ тееççĕ. Каччăн сассине илтекен тусĕ вара савăнса-хĕпĕртесе тăма çеç пултарать. Ман чĕрем çав савăнăçпа тулчĕ ĕнтĕ.

(30) Унăн асла тухмалла, манăн кĕçĕне юлмалла».

Çÿлтен Килекенни

(31) «Çÿлтен Килекенни вара пуринчен те аслă. Çĕр çинче çурални çĕр çинчи пурăнăçпах пурăнать, çĕр çинчиллех калаçать. Çÿлтен Килекенни пуринчен те аслă.

(32) Вăл Хăй курни-илтнине пĕлтерет, анчах та Вăл çирĕплетсе пĕлтернине никам та йышăнмасть.

(33) Вăл пĕлтернине йышăнакан çапла туса Турă чăн-чăннине ĕнентерет.

(34) Турă Яни Турă сăмахĕпе калаçать, мĕншĕн тесен Турă Хăйĕн Сывлăшне виçесĕр парать.

(35) Ашшĕ Ывăлне юратать, Вăл пĕтĕмпех Унăн аллине панă.

(36) Ывăлне ĕненекен ĕмĕрлĕх пурăнăçлă. Турă Ывăлне ĕненмен çын пурăнăç кураяс çук, ун çинче Турă çилли тăрать».

Иоанн 4

Иисуспа Самари хĕрарăмĕ

(1) Иисусăн вĕренекенĕсем йышлансах пынă, Вăл Иоанран та ытларах шыва кĕртет текен хыпар фарисейсем патне çитнĕ.

(2) Тĕрĕссипе вара, Иисус Хăй шыва кĕртмен, вĕренекенĕсем кĕртнĕ.

(3) Фарисейсем Хăйĕн çинчен илтнине пĕлсен Иисус каллех Иудейăран Галилейăна кайнă.

(4) Унăн Самари çĕрĕпе иртмелле пулнă.

(5) Çапла вара Вăл Самарири Сихарь ятлă хулана çитнĕ. Çав хула Иаков хăйĕн ывăлне Иосифа панă анапа юнашарах вырнаçнă.

(6) Унта Иаков çăлĕ те пулнă. Çул çинче ывăннă Иисус çав çăл патне канма ларнă. Кăнтăр вăхăчĕ çитсе пынă.

(7) Пĕр Самари хĕрарăмĕ шыв ăсма пынă. «Шыв ĕçтерсемччĕ», – тенĕ ăна Иисус.

(8) Çав вăхăтра Унăн вĕренекенĕсем хулара пулнă, вĕсем апат-çимĕç илме кайнă пулнă.

(9) Самари хĕрарăмĕ Ăна: «Епле-ха Эсĕ, Иудея çынни, манран, Самари хĕрарăмĕнчен, ĕçме ыйтатăн?» – тесе каланă. Иудея çыннисемпе Самари çыннисем пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăнман пулнă.

(10) Иисус ăна хирĕç каланă: «Турă мĕн пама пултарнине пĕлес пулсан, „шыв ĕçтерсемччĕ“ тесе калаканĕ Камне пĕлес пулсан, эсĕ ху Унран ыйтнă пулăттăн. Вара Вăл сана чĕрĕлĕх шывĕ парĕччĕ».

(11) «Ырă Çыннăм! – тенĕ Ăна хĕрарăм. – Санăн ăсмалли те çук-çке, çăлĕ вара тарăн. Ăçтан-ха апла Санăн чĕрĕлĕх шывĕ пултăр?

(12) Пире ку çăла алтса парса хăварнă Иаков мăн асаттерен те аслăрах-им вара Эсĕ? Вăл хăй те, ачисем те çак çăлтанах ĕçсе пурăннă, выльх-чĕрлĕхне те çакăнтах шăварнă».

(13) Иисус ăна хирĕç çапла каланă: «Кам çак шыва ĕçет, тепĕртакран унăн каллех ĕçесси килет.

(14) Кам та кам Эпĕ панă шыва ĕçет, унăн ĕмĕрне те ăшĕ хыпмĕ. Эпĕ паракан шыв унăн чунĕнче ĕмĕрлĕх пурăнăçа юхакан çăлкуç пулса тăрĕ».

(15) «Ырă Çыннăм! – тенĕ Ăна хĕрарăм. – Çав шыва мана ĕçтерсемччĕ, манăн тек нихçан та ăшăм ан хыптăрччĕ, çакăнта шыв ăсма та килмелле ан пултăрччĕ».

(16) «Кайса упăшкуна чĕн те кунта кил», – тенĕ ăна Иисус.

(17) «Манăн упăшкам çук», – тавăрнă хирĕç хĕрарăм. «Упăшкам çук тесе эсĕ тĕрĕсех каларăн, – тенĕ ăна Иисус.

(18) – Пилĕк хут качча кайнă пулин те, халĕ пĕрле пурăнаканни санăн упăшку мар. Эсĕ çакна тĕрĕсех каларăн».

(19) «Хуçамăр! – тенĕ хĕрарăм. – Ĕнтĕ пĕлетĕп: Эсĕ – пророк.

(20) Пирĕн мăн асаттесем Турра çак ту çинче пуççапнă, эсир вара пуççапмалли вырăн Иерусалимра тетĕр».

(21) Иисус ăна çапла каланă: «Ĕнен Мана, вăхăт çитсе пырать ĕнтĕ. Ун чухне те эсир Атте Турра пуççапăр, анчах çак ту çинче те мар, Иерусалимра та мар.

(22) Эсир, Самари çыннисем, мĕне пуççапнине хăвăр та пĕлместĕр. Эпир вара хамăр мĕне пуççапнине пĕлетпĕр, мĕншĕн тесен çăлăнăç иудейсенчен килмелле.

(23) Чăн-чăн пуççапакансем Аттене чун-чĕмпе, таса кăмăлпа пуççапмалли вăхăт çитсе пырать. Çав вăхăт çитрĕ те ĕнтĕ, мĕншĕн тесен Атте Хăйне çавнашкал пуççапакансене шырать.

(24) Турă Вăл – Сывлăш. Çавăнпа пуççапакансен те Ăна чун-чĕмпе, таса кăмăлпа пуççапмалла».

(25) Хĕрарăм Ăна: «Мессия, тепĕр майлă каласан Христос, килессине, килсен пире йăлтах каласа пĕлтерессине пĕлетĕп-ха эпĕ», – тенĕ.

(26) «Вăл Эпĕ, санпа Калаçаканни», – тенĕ ăна Иисус.

(27) Çавăн чухне вĕренекенĕсем тавăрăннă та Иисус Самари хĕрарăмĕпе калаçса тăнинчен тĕлĕннĕ. Çапах та вĕсенчен пĕри те «Эсĕ хĕрарăмран мĕн ыйтрăн?» тесе те, «Мĕн çинчен калаçрăр?» тесе те ыйтман.

(28) Шыв савăтне лартса хăварсах хĕрарăм хулана кайнă та çынсене çапла каланă:

(29) «Пĕр Çын манăн пурăнăçăм çинчен тĕпĕ-йĕрĕпех каласа пачĕ, кайса пăхăр-ха, Христос мар-и Вăл?»

(30) Вара çынсем хуларан тухса Иисус патне кайнă.

(31) Çав вăхăтра вĕренекенĕсем Ăна: «Равви! Çисемччĕ», – тесе тархасланă.

(32) Анчах та Иисус вĕсене хирĕç каланă: «Манăн эсир пĕлмен апат-çимĕç пур».

(33) Вĕренекенĕсем хăйсем хушшинче: «Кам та пулин Ăна çимелли илсе килсе паман-и?» – тесе калаçкаланă.

(34) Иисус вĕсене каланă: «Манăн апат-çимĕçĕм – Хама кунта Яраканăн ирĕкне пурнăçласси, Унăн ĕçне туса пĕтересси.

(35) Эсир марччĕ-и-ха: „Тепĕр тăватă уйăхран тырă вырмалла пулать“, – тесе калаканнисем? Эпĕ сире калатăп: куçăрсене уçса тырă пуссине сăнăр-ха: тырри пиçсе çитнĕ, вырмалла пулнă ĕнтĕ.

(36) Выраканĕ, хăйĕн пайтине илсе, ĕмĕрлĕх пурăнăç валли тырă-пулă пуçтарать. Çапла вара акаканĕпе выраканĕ пĕрле савăнĕç.

(37) Мĕншĕн тесен кунта шăпах „пĕри акать, тепри вырать“ текен каларăш вырăнлă.

(38) Эпĕ сире хăвăр акман тырра вырма яратăп. Çав уй-хирте пĕрисем ĕçлерĕç, эсир вара вĕсемпе пĕрле вырнипех пая кĕретĕр».

(39) Хĕрарăм Ун пирки «манăн пурăнăçăм çинчен тĕпĕ-йĕрĕпех каласа пачĕ» тесе çирĕплетнине илтсен çав хулари Самари çыннисем нумайăшĕ Иисуса ĕненме пуçланă.

(40) Çавăнпа Самари çыннисем, Иисус патне пырсан, Ăна пĕр вăхăт хăйсем патĕнче юлма ыйтнă. Вăл вара унта икĕ кун пурăннă.

(41) Унăн Хăйĕн сăмахĕсене илтсен ĕненекенсем татах нумайланнă.

(42) Вара вĕсем çав хĕрарăма каланă: «Эпир ĕнтĕ сан сăмаху тăрăх кăна ĕненместпĕр. Вăл чăнах тĕнчене Çăлакан, Христос иккенне хамăр илтсе пĕлтĕмĕр».

Пуçлăх ывăлне сыватни

(43) –

(44) Пророка хăйĕн тăван çĕр-шывĕнче хисеплемеççĕ тесе Иисус Хăех каланă пулнă. Çавăнпа та, икĕ кун иртсен, Иисус Галилейăна кайнă.

(45) Галилейăна пырсан, унти çынсем Ăна хапăлласах йышăннă. Мĕншĕн тесен Иерусалимри пасха уявĕнче Иисус кăтартнă хăватсене вĕсем куçăнах курнă пулнă.

(46) Çапла вара Вăл каллех Галилейăри Кана хулине, Хăй шывран хĕрлĕ эрех тунă çĕре пынă. Капернаумра патшан пĕр улпучĕ пурăннă, унăн ывăлĕ чирлĕ выртнă.

(47) Иисус Иудейăран Галилейăна килни çинчен илтнĕ улпут Ун патне пынă. Вăл Иисуса хăйĕн вилесле выртакан ывăлне кайса сыватма тархасланă.

(48) «Тĕрлĕ паллăсем, хăватсем курмасăр эсир ĕненекен марччĕ-çке», – тенĕ çавăн чухне Иисус.

(49) Пуçлăх Ăна каланă: «Хуçамăр! Ывăлăм вилсе кайиччен атя-ха пирĕн пата каяр».

(50) «Санăн ывăлу сывă ĕнтĕ, каях», – тенĕ ăна Иисус. Унăн сăмахĕсене ĕненнĕ çын кайнă вара.

(51) Çул çинче ăна тарçисем тĕл пулнă. «Санăн ывăлу сывă ĕнтĕ», – тенĕ вĕсем.

(52) Вăл тарçисенчен ывăлĕ миçе сехетсенче самайланни çинчен ыйтнă. «Ĕнер, кăнтăрла иртни пĕр сехет тĕлнелле унăн сив чирĕ иртсе кайрĕ», – тенĕ лешсем.

(53) Вара ачан ашшĕ ку шăпах Иисус хăйне «Санăн ывăлу сывă ĕнтĕ» тенĕ сехетре пулса иртнине ăнланса илнĕ. Çавăн хыççăн пуçлăх та, унăн кил-йышĕсем те пурте Иисуса ĕненме пуçланă.

(54) Çак иккĕмĕш тĕлĕнмелле ĕçе Иисус Иудейăран Галилейăна тавăрăнсан тунă.

Иоанн 5

Шыва кĕмелли вырăнта сыватни

(1) Нумаях та вăхăт иртмен, иудейсен уявĕ çитнĕ. Вара Иисус Иерусалима пынă.

(2) Иерусалимра, Сурăх Хапхи патĕнче, шыва кĕме ятарласа тунă вырăн пур, еврейла ăна Вифезда теççĕ. Ун йĕри-тавра пилĕк лупас ларнă.

(3) Çав лупассем айĕнче питĕ нумай чирлĕ çын выртнă. Суккăрсем, уксахсем, паралич çапнисем шыв хумхана пуçласса кĕтнĕ.

(4) Мĕншĕн тесен Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ вăхăтран вăхăта çавăнта анса шыва пăлхатнă. Кам та кам хумханса илнĕ шыва чи малтан кĕме ĕлкĕрнĕ, çав кирек епле чиртен те сывалнă.

(5) Унта вăтăр сакăр çул хушши чирпе асапланакан пĕр çын пулнă.

(6) Иисус ăна курсан, вăл чылай хушă чирленине пĕлсе, выртакан çынран: «Санăн сывалас килет-и?» – тесе ыйтнă.

(7) «Эй, Хуçамăр, – тенĕ Ăна чирлĕскер, – сываласчĕ те, анчах та хум çĕкленсен мана шыва кĕме пулăшакан çук-çке. Эпĕ шыв хĕррине çитиччен ялан кам та пулин маларах кĕрсе ĕлкĕрет».

(8) Иисус ăна каланă: «Тăр, сарнă вырăнна ил те утса çÿре».

(9) Лешĕ çав самантрах сывалнă та вырăнне илсе утма пуçланă. Çак ĕç шăмат кун пулнă.

(10) Çавăнпа иудейсен ятлă-сумлă çыннисем сывалнăскере каланă: «Паян шăмат кун, санăн вырăнна çĕклесе кайма юрамасть».

the-miracle-of-the-pool-of-bethesda-giovanni-domenico-tiepolo
Вифезда шыва кĕмелли умĕнчи кĕтрет. Ÿкерекенĕ: Giovanni Domenico Tiepolo

(11) «Сарнă вырăнна ил те тăрса ут тесе мана Сыватакан хушрĕ», – хуравланă вĕсене çак çын.

(12) «Сарнă вырăнна ил те тăрса ут текенни кам вара Вăл?» – ыйтнă унран.

(13) Сывалнă çынни Вăл кам пулнине те пĕлмен, мĕншĕн тесен Иисус çавăнтах халăх хушшине кĕрсе çухалнă пулнă.

(14) Кайран Иисус ăна Турă Çуртĕнче шыраса тупнă та каланă: «Акă ĕнтĕ эсĕ сывалтăн. Асту, тата япăхраххи ан пултăр тесен, çылăха урăх ан кĕр».

(15) Çав çын вара иудейсен ятлă-сумлă çыннисем патне кайнă та хăйне Сыватаканĕ Иисус пулнине пĕлтернĕ.

(16) Çавнашкал ĕçсене шăмат кун тунăшăн хайхи иудейсем Иисуса хĕсĕрлеме пуçланă, вĕлерме май шыранă.

(17) Анчах та Иисус вĕсене çапла каланă: «Манăн Аттем Хăйĕн ĕçне яланах тăвать, Эпĕ те тăватăп».

(18) Çавăнпа та ятлă-сумлисем Ăна шăмат куна хисеплеменшĕн кăна мар, Турра Манăн Аттем теме хăйнăшăн, çапла каласа Хăйне Турăпа танах хунăшăн вĕлерес тесе тата çирĕпрех шут тытнă.

Ывăлне панă ирĕк

(19) «Чăн-чăнах калатăп сире, – тавăрнă Иисус. – Ашшĕ мĕн тунине курмасан Ывăлĕ хăй тĕллĕн нимĕн те тăваймасть. Ашшĕ мĕн тăвать, Ывăлĕ те çавнах тăвать.

(20) Ывăлне юратнăран Ашшĕ Хăй мĕн тунине йăлтах Ăна кăтартать. Вăл Ăна тата пысăкрах ĕçсем кăтартĕ-ха, вара эсир тĕлĕнсех кайăр.

(21) Ашшĕ вилнисене чĕртсе пурăнăç панă пекех, Ывăлĕ те кама пурăнăç парас тет, çавна парать.

(22) –

(23) Ашшĕ никама та суд тумасть. Ашшĕне хисепленĕ пекех, Ывăлне те хисеплеччĕр тесе суд тăвассине Вăл пĕтĕмпех Ывăлне шанса панă. Кам Ывăлне хисеплемест, çав Ăна яракан Ашшĕне те хисеплемест.

(24) Чăн-чăнах калатăп сире: Ман сăмаха итлекен, Мана кунта Яракана ĕненекен ĕмĕрлĕх пурăнăçлă. Вăл вилĕмрен чĕрĕлĕхе куçать, унăн Турă судне те пымалла мар.

(25) Чăн-чăнах калатăп сире: вилнĕ çынсем Турă Ывăлĕн сассине илтес, илтсенех чĕрĕлсе тăрас вăхăт çитсе пырать. Вăл çитрĕ те ĕнтĕ.

(26) Ашшĕ Хăй чĕрĕлĕхлĕ пулнă пекех, Ывăлне те чĕрĕлĕхлĕ пулма панă.

(27) Этем Ывăлĕ пулнăран Ăна Турă суд тума та ирĕк панă.

(28) Çакăнтан ан тĕлĕнĕр: тупăкрисем пурте Турă Ывăлĕн сассине илтес вăхăт çитсе пырать ĕнтĕ.

(29) Ырă тунисем ĕмĕрлĕх пурăнма чĕрĕлĕç, усал тунисем айăплав илме чĕрĕлĕç.

(30) Мĕн тăвасси Ман ирĕк мар, Аттене итленĕрен çапла суд тăватăп. Хам ирĕкĕме мар, Хама яракан ирĕкне тума тăрăшнăран Ман судăм тĕрĕс».

Ывăлĕ çинчен каласа çирĕплетни

(31) «Эпĕ Хам пирки Хамах пĕлтеретĕп пулсан, Эпĕ çирĕплетсе пĕлтерни тĕрĕс пулмĕччĕ.

(32) Ман пирки Тепри те çирĕплетсе пĕлтерет. Вăл Ман çинчен пĕлтерни чăн пулнине Эпĕ пĕлетĕп.

(33) Эсир Иоанн патне çынсем ятăр. Вăл çирĕплетни чăн-чăн.

(34) Тепĕр тесен, Ман пирки çын каласа çирĕплетни Мана кирлĕ те мар. Çакна Эпĕ сире çăлас тесе кăна калатăп.

(35) Иоанн вăл çунса çутă паракан çутаткăçчĕ, эсир вара ун çутинче кăшт кăна савăнса юласшăн пултăр.

(36) Ăна Ашшĕ кунта янă тесе Ман çинчен Иоанн пĕлтернисĕр пуçне тата вăйлăрах кăтартса паракан пур. Вăл – Эпĕ тăвакан ĕçсем, вĕсене Эпĕ Аттем ирĕкне пăхăнса тăватăп.

(37) Мана кунта яракан Аттем Хăй те Ман çинчен çирĕплетсе пĕлтернĕ. Эсир вара Унăн сассине нихăçан та илтмен, Унăн сăнне те курман.

(38) Сирĕн чĕрĕрте Унăн сăмахĕ валли вырăн тупăнмарĕ, мĕншĕн тесен Вăл Янăскере ĕненместĕр.

(39) Эсир, Çырнине тишкерсе вуласа, ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пуласса шанатăр, Çырни вара хăех Ман çинчен пĕлтерет.

(40) Апла пулин те эсир чĕрĕлĕх илме Ман патăма килес теместĕр.

(41) Çын мухтани Мана ним тума та кирлĕ мар.

(42) Анчах Эпĕ сире пĕлетĕп: чунăрсенче Турра юратни çук.

(43) Эпĕ Аттем ячĕпе килтĕм, эсир Мана йышăнмастăр. Кам та пулин хăй ячĕпе килет те – эсир ăна йышăнатăр.

(44) Пĕртен-пĕр Турă мухтавне шырас вырăнне эсир пĕр-пĕрне мухтаса пурăнатăр пулсан ăçтан-ха Мана ĕненме пултарăр?

(45) Çапах та Вăл пире Ашшĕ умĕнче айăплĕ тесе ан шухăшлăр. Сире айăплама хăвăр шанакан Моисей пур.

(46) Енчен те эсир Моисея ĕненес пулсан, Мана та ĕненĕттĕр, мĕншĕн тесен вăл Ман çинчен çырнă.

(47) Вăл çырнине те ĕненместĕр пулсан, ăçтан-ха Ман сăмахăмсене ĕненĕр?»

Иоанн 6

Пилĕк пин çынна тăрантарни

(1) Кайран Иисус Галилея тинĕсĕн тепĕр енне каçнă. Ку тинĕсе тата Тивериада тинĕсĕ тесе те калаççĕ.

(2) Вăл чирлисене сыватса хăват тунине курнă халăх Ун хыçĕнчен йышлăн пынă.

(3) Иисус ту çине хăпарнă та унта Хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле ларнă.

(4) Иудейсен пасха уявĕ çывхарса килнĕ пулнă.

(5) Иисус пуçне çĕклесе пăхнă та Хăй патне темĕн чухлĕ халăх пынине курнă. Вара Филипа çапла каланă: «Кун чухлĕ халăха тăрантармалăх çăкăр ăçтан сутăн илмелле-ха пирĕн?»

(6) Хăй мĕн тăвассине пĕлнĕ пулин те, çакна Вăл Филипа тĕрĕслесе пăхас тесе каланă.

(7) «Кунта ик çĕр динарийлĕх çăкăр туянсан та çитес çук. Кашнине пĕрер татăк та лекеймĕ», – тенĕ Филипп.

(8) Иисусăн пĕр вĕренекенĕ, Петр текен Симонăн шăллĕ Андрей, Ăна çапла каланă:

(9) «Кунта пĕр ачан пилĕк урпа çăкăрĕпе икĕ пĕчĕк пулă пур. Анчах çакăн чухлĕ халăха вăл ăçтан çиттĕр?»

(10) «Халăха ларма хушăр», – тенĕ Иисус. Çапла вара пилĕк пин çынна яхăн ларса тухнă, вырăнĕ унта çеремлĕ пулнă.

(11) Иисус хайхи çăкăрсене илсе Турра тав тунă та вĕренекенĕсене тыттарнă, лешсем ларакан халăха валеçсе панă. Пулла та çавнашкалах валеçнĕ. Кама мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлех илнĕ.

(12) Пурте çисе тăрансан Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене каланă: «Юлнă татăксене пуçтарăр, нимĕн те сая ан кайтăр».

(13) Лешсем вара пилĕк урпа çăкăрне çинĕ хыççăн юлнă татăксене пуçтарнă. Пурĕ вун икĕ кунтăк тултарнă.

(14) «Ку чăнах та тĕнчене килмелли Çав Пророк!» – тенĕ çавăн чухне Иисус тунă хăвата курнисем.

(15) Çынсем Хăйне систермесĕрех тытса патшана лартассине пĕлсен Иисус каллех ту çине пĕчченех кайнă.

Иисус шыв çийĕпе утни

(16) Каç пулсан Унăн вĕренекенĕсем тинĕс хĕррине аннă.

(17) Тĕттĕмленнĕ пулин те, Иисус çаплах пыман. Вара вĕсем, кимĕ çине ларса, тинĕс тепĕр енчи Капернаума ише пуçланă.

(18) Çил хытă вĕрнипе тинĕс вăйлăн хумханма тытăннă.

(19) Пĕр пилĕк-ултă çухрăм ишсен вĕсем тинĕс çийĕпе утса кимĕ патне çывхаракан Иисуса курнă та хăраса кайнă.

(20) «Ан хăрăр, ку – Эпĕ», – тенĕ вĕсене Иисус.

(21) Вĕсем Ăна кимĕ çине лартасшăн пулнă, анчах пăхаççĕ те кураççĕ: кимĕ хăйсем çитес çырана çитсе те тăнă иккен.

Иисус Христос – пурăнăç çăкăрĕ

(22) Тинĕс леш енче юлнă çынсем тепĕр кунне çыранта ĕнер пĕр кимĕ кăна пулнине аса илнĕ. Унтан та ытларах, вĕсем Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсем ларнă кимĕ çине кĕменнине те, вĕренекенĕсем Унсăрах ишсе кайнине те пĕлнĕ.

(23) Çав вăхăтра Тивериадăран урăх кимĕсем пырса çитнĕ. Вĕсем Хуçамăр пиллесе панă çăкăра çинĕ вырăнтан инçех мар чарăннă.

(24) Анчах Иисус та, вĕренекенĕсем те ку çыранта çуккине пĕлсен халăх кимĕсем çине ларнă та Иисуса шыраса Капернаума ишсе кайнă.

(25) Вара, Ăна тинĕс тепĕр енче тупсан, тĕлĕнсе каланă: «Равви! Эсĕ хăçан кунта килме ĕлкĕртĕн?»

(26) Иисус вĕсене çапла хуравланă: «Чăн-чăнах калатăп сире: Эсир Мана хăватсем курнăран мар, çăкăр çисе тăраннăран шыратăр.

(27) Çĕр çинчи вăхăтлăх апат-çимĕçшĕн ан тăрăшăр, Этем Ывăлĕ паракан ĕмĕрлĕх апат-çимĕçшĕн тăрăшăр. Мĕншĕн тесен Этем Ывăлне Турă Хăйĕн пиллĕхĕпе палăртнă».

(28) «Ĕçĕмĕрсем Турра юрăхлă пулччăр тесен пирĕн мĕн тумалла?» – ыйтнă вара вĕсем.

(29) «Турă Янине ĕненесси Турра юрăхлă пĕртен-пĕр ĕç пулать», – хуравланă вĕсене Иисус.

(30) «Хăвна ĕнентерес тесе Эсĕ пире мĕнле паллă кăтартăн? – ыйтнă вĕсем. – Эсĕ мĕн тума пултаратăн?

(31) Пирĕн аттемĕрсем пуш хирте маннă çинине астăватăр ĕнтĕ. Çырнинче çапла каланă: „Çиме вĕсене çÿлтен Турă çăкăр панă“».

(32) «Чăн-чăнах калатăп, – тенĕ Иисус. – Çÿлти çăкăра сире Моисей паман, çÿлти чăн-чăн çăкăра сире Ман Аттем парать.

(33) Мĕншĕн тесен Турă çăкăрĕ вăл – Çÿлтен Анаканни, тĕнчене пурăнăç Параканни».

(34) Вара вĕсем Ăна тархасла пуçланă: «Хуçамăр! Пире яланах çав çăкăра парса тăрсамччĕ!»

(35) Иисус вĕсене çапла каланă: «Пурăнăç çăкăрĕ – Эпĕ. Ман патăма килекен нихăçан та выçăхмĕ, Мана ĕненекенĕн нихăçан та ăшĕ хыпмĕ.

(36) Анчах та, Эпĕ сире каланăччĕ ĕнтĕ, эсир Мана куртăр, çапах та ĕненместĕр.

(37) Аттем Мана панисем пурте Ман патăма килĕç. Хам патăма килекенсене Эпĕ нихăçан та хăваласа ямăп.

(38) Мĕншĕн тесен Эпĕ çÿлтен Хам ирĕкĕме тума мар, Хама кунта яракан Аттемĕн ирĕкне тума антăм.

(39) Мана кунта яракан Атте ирĕкĕ вара çапла: Хама панисенчен пĕрне те Манăн çухатмалла мар, юлашки кун çитсен вĕсене пурне те вилĕмрен чĕртсе тăратмалла.

(40) Мана кунта Яракан ирĕкĕ çакăн пек: Ывăлне куракан, Ăна ĕненекен кашни çын ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулмалла. Эпĕ вара ăна юлашки кун, суд кунĕ çитсен, чĕртсе тăратăп».

(41) «Эпĕ – çÿлтен аннă çăкăр» тенине илтсен иудейсем Иисуса ÿпкелеме пуçланă.

(42) «Ку – Иосиф ывăлĕ Иисус мар-им вара? – тенĕ вĕсем. – Эпир Унăн ашшĕпе Амăшне палланă çинчех Вăл епле-ха „Эпĕ çÿлтен антăм“ теме хăять?»

(43) «Ан ÿпкелешĕр, – тенĕ вĕсене Иисус.

(44) – Мана кунта яракан Атте çавăтса пымасăр сирĕнтен пĕри те Ман патăма çитеймĕ. Хам патăма çитнисене Эпĕ юлашки кун чĕртсе тăратăп.

(45) Пророксен кĕнекинче „Турă вĕсене пурне те вĕрентĕ“ тесе çырнă. Аттене итлесе вĕренекен кашни çын Ман патăма çитет.

(46) Ку сăмах Аттене кам та пулин курнине пĕлтермест. Турăран Килни кăна Ашшĕне курнă.

(47) Чăн-чăнах калатăп сире: Мана ĕненекен ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулать.

(48) Эпĕ – пурăнăç çăкăрĕ.

(49) Сирĕн мăн аслаçăрсем пуш хирте маннă çинĕ, çапах та вилнĕ.

(50) Çÿлтен анакан ку çăкăр вара çавнашкал: ăна çиекен нихăçан та вилмест.

(51) Эпĕ – çÿлтен аннă чĕрĕлĕх çăкăрĕ. Çав çăкăра çиекен ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ. Эпĕ паракан çăкăр вăл – Манăн Ÿтĕм. Ăна Эпĕ тĕнче пурăнăçĕшĕн парăп».

(52) «Епле-ха Вăл Хăй Ÿтне пире çиме парĕ?» – тесе иудейсем пĕр-пĕринпе тавлашсах кайнă.

(53) «Чăн-чăнах калатăп сире, – тенĕ вĕсене Иисус, – эсир Этем Ывăлĕн Ÿтне çимесен, Юнне ĕçмесен, чĕрĕлĕхлĕ пулаймăр.

(54) Ман Ÿтĕме çиекен, Юнăма ĕçекен ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулать. Юлашки кун çитсен, Эпĕ ăна чĕртсе тăратăп.

(55) Мĕншĕн тесен чăн-чăн çимĕç – Манăн Ÿтĕм, чăн-чăн ĕçме – Манăн Юнăм.

(56) Ман Ÿтĕме çиекен, Юнăма ĕçекен ĕмĕр-ĕмĕр Манра пурăнать, Эпĕ те çав çынра ĕмĕр-ĕмĕр пурăнатăп.

(57) Мана янă чĕрĕлĕхлĕ Аттем Мана чĕрĕлĕх панă пекех, Манăн Ÿтĕме çиекене те Эпĕ чĕрĕлĕх парăп.

(58) Çавă ĕнтĕ çÿлтен аннă çăкăр пулать те. Вăл мăн аслаçăрсем çинĕ маннă пек мар, вĕсем ăна çинĕ, çапах та вилнĕ. Ку çăкăра çиекен ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ».

(59) Çак сăмахсене Вăл Капернаумри синагогăра вĕрентнĕ чухне каланă.

Ĕмĕрлĕх пурăнăç сăмахĕсем

(60) Унăн сăмахне итлесе пĕтерсен чылай вĕренекенĕ çапла каланă: «Ытла та йывăр вĕрентÿ-çке ку! Кам ăна ăша хывма пултарĕ?»

(61) «Сире çакă та пăтраштарать-и? – тенĕ вĕсене Иисус, çав сăмахсемшĕн вĕренекенĕсем ÿпкелешнине пĕлсе тăрса.

(62) – Этем Ывăлĕ Хăй малтан пулнă вырăна çĕкленсе кайнине курсан, мĕн тăвăр-ши эсир?

(63) Чун-чĕм чĕрĕлĕхлĕ тăвать, ÿт-пÿрен ним усси те çук. Манăн сăмахăмсем вара чун-чĕмлĕ те чĕрĕлĕхлĕ.

(64) Çапах сирĕн хушшăрта ĕненменнисем те пур». Çакна Иисус кам-кам ĕненменнине те, Хăйне кам сутассине те малтанах пĕлсе тăнăран каланă.

(65) Унтан хушса хунă: «Çавăнпа та Эпĕ сире Аттем пулăшмасăр сирĕнтен пĕри те Ман патăма çитеймĕ тесе каларăм».

(66) Çавăн хыççăн чылай вĕренекенĕ Иисусран сивĕннĕ, Унпа çÿреме пăрахнă.

(67) «Сирĕн те пăрахса каяс килмест-и?» – ыйтнă çавăн чухне Иисус Вун иккĕшĕнчен.

(68) «Хуçамăр! – тенĕ вара Петр текен Симон. – Пирĕн кам патне каяс? Ĕмĕрлĕх пурăнăç сăмахĕсем Санра.

(69) Эсĕ – Христос, чĕрĕ Турă Ывăлĕ иккенне эпир ĕнентĕмĕр те, пĕлтĕмĕр те».

(70) «Сире, Вун иксĕре, Эпĕ Хам суйласа илмерĕм-им? – тенĕ вĕсене Иисус. – Анчах та сирĕнтен пĕри – шуйттан!»

(71) Çакна Вăл Симон ывăлĕ Иуда Искариот çинчен каланă, мĕншĕн тесен Иуда, Вун иккĕшĕнчен пĕри пулин те, Иисуса сутма шухăш тытнă.

Иоанн 7

Иисуса тăванĕсем ĕненменни

(1) Кайран Иисус Галилейăра çÿренĕ. Иудейсен ятлă-сумлă çыннисем Хăйне вĕлересшĕн пулнине пĕлсе Вăл Иудея çĕрне каяс темен.

(2) Иудейсен чатăр уявĕ çывхарса килнĕ.

(3) Çавăн чухне тăванĕсем Ăна каланă: «Текех кунта ан юл. Ху тăвакан тĕлĕнмелле ĕçÿсене вĕренекенÿсене кăтартма Иудейăна кай.

(4) Мĕншĕн тесен паллă çын пулас текен хăйĕн ĕçĕсене вăрттăн тумасть. Эсĕ çакнашкал ĕçсем тăватăн пулсан эппин Хăвна тĕнчене кăтарт».

(5) Тăванĕсем те Ăна ĕненмен.

(6) «Манăн вăхăтăм çитеймен-ха, – тавăрнă вĕсене Иисус, – сирĕншĕн вара яланах майлă вăхăт.

(7) Тĕнче сире курайми пулас çук. Эпĕ унăн ĕçĕсем усаллине çирĕплетсе пĕлтеретĕп, çавăнпа тĕнче Мана кураймасть.

(8) Эсир çак уява кайăрах. Эпĕ хальлĕхе тăхтам, мĕншĕн тесен Манăн вăхăтăм çитеймен-ха».

(9) Çапла каласа Иисус Галилейăрах юлнă.

Иисус чатăр уявĕнче

(10) Анчах, тăванĕсем уява кайсан, Иисус унта никама систермесĕр пынă.

(11) Уявра иудейсен ятлă-сумлă çыннисем: «Ăçта Вăл?» – тесе Ăна шыранă.

(12) Халăх хушшинче Ун пирки тĕрлĕ сăмах çÿренĕ. «Ырăскер Вăл», – тесе каланă пĕрисем. «Çук, çук! Вăл халăха улталать кăна!» – хирĕçленĕ теприсем.

(13) Анчах та хăйсен ятлă-сумлă çыннисенчен хăранипе пурте Ун çинчен вăрттăн çеç калаçнă.

(14) Çур уяв иртнĕ тĕлелле Иисус Турă Çуртне кĕрсе вĕренте пуçланă.

(15) «Вĕренмен пулин те, Çырнинче мĕн каланине ăçтан пĕлет-ха Вăл?» – тĕлĕннĕ иудейсем.

(16) Иисус вĕсене çапла хуравланă: «Манăн вĕрентĕвĕм Хамран мар, Мана кунта Яракантан.

(17) Кам Унăн ирĕкне пурнăçлас тет, вăл çак вĕрентÿ Турăран е Хамран пулнине те пĕлĕ.

(18) Хăйĕнчен калакан хăйшĕн çеç мухтав шырать. Кам Хăйне кунта Яраканшăн мухтав шырать, Вăл чăннине калать; Унăн чĕри ултавсăр.

(19) Моисей сире саккун паман-и вара? Çапах та сирĕнтен пĕри те саккун хушнине тумасть. Мĕншĕн эсир Мана вĕлересшĕн?»

(20) Халăх Ăна хирĕç: «Сана усал ермен-и? Кам сана вĕлересшĕн?» – тесе каланă.

(21) Иисус сăмахне малалла тăснă: «Эпĕ шăмат кун йăлине пĕрре пăсрăм та, эсир пурте тĕлĕнетĕр.

(22) Моисей сире ÿт кастарма хушнă. Тĕрĕссипе, ку йăла Моисейран та мар, мăн аслаçăрсенченех тухнă. Çавăнпа эсир шăмат кун та ÿт кастаратăр.

(23) Çапла вара, Моисей саккунне пăсас мар тесе, çын шăмат кун та ÿт кастарать. Мĕншĕн-ха эппин эсир Мана шăмат кун та çынна сыватать тесе çилленетĕр?

(24) Çиелтен пăхса ан айăплăр, тÿрĕ суд туса айăплăр». Килмелли Христос Вăлах-и

(25) Çавăн чух Иерусалим çыннисенчен хăшĕ-пĕри: «Çакна вĕлересшĕн шырамаççĕ-и-ха? – тенĕ.

(26) – Акă Вăл уççăнах калаçать, çапах та Ăна никам та чармасть. Тен, Вăл чăнах Христос пулнине пуçлăхсем пĕлеççĕ?

(27) Анчах та эпир Вăл ăçта çуралса ÿснине пĕлетпĕр. Турă Суйласа илни килес пулсассăн, Вăл çтан иккенне никам та пĕлмĕччĕ».

(28) Çавăн чухне Иисус, Турă Çуртĕнче вĕрентсе, хыттăн каланă: «Эсир Мана та, Эпĕ ăçта çуралнине те пĕлетĕр. Эпĕ кунта Хам тĕллĕн килмен. Мана кунта Яраканĕ чăн-чăн, анчах та эсир Ăна пĕлместĕр.

(29) Ун патĕнчен килнĕ пирки Эпĕ Ăна пĕлетĕп, Мана Вăл ячĕ».

(30) Вĕсем вара Иисуса тытасшăн пулнă. Çапах никам та Ун çине алă çĕклеймен, мĕншĕн тесен Унăн вăхăчĕ çитеймен пулнă-ха.

(31) Кирек епле пулсассăн та, чылайăшĕ Ăна ĕненнĕ. «Турă Суйласа илни килсен, Ку тунă хăватсенчен те ытларах тăвĕ-ши вара?» – тенĕ вĕсем.

Иисуса тытасшăн пулни

(32) Халăхра Иисус çинчен çапла калаçнине фарисейсем илтнĕ. Вара аслă священниксемпе фарисейсем Турă Çурчĕн хуралçисене Ăна тытма янă.

(33) Иисус вĕсене çапла каланă: «Ĕнтĕ Манăн сирĕнпе пуласси нумаях юлмарĕ, часах Хама кунта Яракан патне кайăп.

(34) Эсир Мана шырăр, анчах та тупаймăр. Эпĕ каяс çĕре эсир çитеймĕр».

(35) «Эпир тупмалла марах ăçта каясшăн вара Вăл? – тесе калаçнă иудейсем. – Тен, Вăл грексем хушшине саланнă иудейсене, унтан тата грексене вĕрентсе çÿресшĕн?

(36) Тата Вăл „Эсир Мана шырăр, анчах та тупаймăр, Эпĕ каяс çĕре эсир çитеймĕр“ тесе калани мĕне пĕлтерет-ши?»

Чĕрĕлĕх юхан шывĕсем

(37) Уявăн юлашки, аслă кунĕнче Иисус ура çине тăрса пурте илтмелле çапла каланă: «Камăн ĕçес килет, çавă Ман патăма килтĕр те ĕçтĕр.

(38) Кам мана ĕненет, унăн, Çырнинче каланă пек, „чĕринчен чĕрĕлĕх юхан шывĕсем юхĕç“».

(39) Çакна Иисус Хăйне ĕненекенсем илес Святой Сывлăш çинчен каланă. Иисус мухтава тухман пирки ун чухне вĕсен чун-чĕринче Святой Сывлăш пулман-ха.

(40) «Ку чăнах та пророк», – тенĕ çак сăмахсене илтнĕ çынсенчен чылайăшĕ.

(41) «Ку – Турă Суйласа илни, Христос», – тенĕ хăшĕ-пĕри. Теприсем вĕсене хирĕçлесе каланă: «Христосăн Галилейăран килмелле мар-çке!

(42) Христос Давид йăхĕнчен, Давид çуралнă Вифлеемран килмелле темен-им Çырнинче?»

(43) Вара халăх Иисус пирки тавлашсах кайнă.

(44) Хăшĕ-пĕри Иисуса тытасшăн та пулнă, çапах никам та Ун çине алă çĕклеймен.

Фарисейсемпе аслă священниксен ĕненменлĕхĕ

(45) Çапла вара Турă Çурчĕн хуралçисем аслă священниксемпе фарисейсем патне тавăрăннă. «Эсир мĕншĕн Ăна тытса килмерĕр?» – тÿрех ыйтнă лешсем.

(46) «Ку Çын калаçнă пек этем тени нихăçан та калаçманах», – тенĕ Турă Çурчĕн хуралçисем.

(47) «Вăл вара мĕн, сире те Хăй майлă çавăрчĕ-им? – ыйтнă фарисейсем.

(48) – Пуçлăхсемпе фарисейсенчен кам та пулин ĕненчĕ-и Ăна?

(49) Саккун мĕнне те пĕлмен хура халăх çеç ĕненет Ăна, ылханлă халăх!»

(50) Анчах та хăйсен çынниех, Никодим, пĕррехинче çĕрле Иисус патне пынăскер, вĕсене çапла каланă:

(51) «Пирĕн саккун кам мĕн тунине малтан хăйĕнчен ыйтса пĕлмесĕр çынна айăплама хушать-и?»

(52) «Эсĕ те Галилея çынни мар пулĕ те? – тенĕ ăна. – Лайăхрах тĕпче те çакна пĕлсе тăр: ку таранччен Галилейăран пророк тухман та, тухас та çук».

(53) Унтан пурте килĕсене саланнă.

Иоанн 8

Мăшăрне улталанă хĕрарăм çинчен

(1) Иисус вара Елеон тăвĕ çине кайнă.

(2) Ирхине Вăл каллех Турă Çуртне пынă. Пĕтĕм халăх Ун патне пуçтарăннă. Вăл ларнă та вĕсене вĕрентме тытăннă.

(3) Çавăнта ун патне саккун вĕрентÿçисемпе фарисейсем мăшăрне улталанă чухне тытнă хĕрарăма илсе пырса халăх умне тăратнă.

(4) «Вĕрентекен, – тенĕ хайхисем, – çак хĕрарăма мăшăрне улталанă чухне тытнă.

(5) Моисей саккунĕ тăрăх унашкал хĕрарăмсене чулпа пере-пере вĕлермелле. Эсĕ мĕн калăн?»

(6) Çакна вĕсем Ăна айăплама сăлтав тупасшăн тĕрĕслесе каланă. Иисус вĕсене курмăш пулнă та пĕшкĕнсе пÿрнипе çĕр çине темĕн çыра пуçланă.

(7) Лешсем хăйĕнчен çине тăрсах ыйтнăран Вăл пуçне çĕклесе каланă: «Кам сирĕнтен çылăхсăр, çавă малтан ăна чулпа петĕр».

(8) Вара каллех пĕшкĕнсе çĕр çине темĕн çырнă.

(9) Хĕрарăма илсе пынă хайхи çынсем çакна илтсен, намăсланса, саланма тытăннă. Çапла аслинчен пуçласа кĕçĕнни таранах пĕрин хыççăн тепри тухса кайнă. Юлашкинчен вара халăх умĕнче тăнă хĕрарăмпа Иисус кăна тăрса юлнă.

(10) Иисус пуçне çĕкленĕ те, никам та тăрса юлманнине курса, хĕрарăмран ыйтнă: «Эй, хĕрарăм, сана айăплакансем ăçта кайса кĕчĕç? Никам та сана айăпламарĕ-и?»

(11) «Никам та айăпламарĕ, Хуçамăр!» – тавăрнă хĕрарăм. «Эпĕ те сана айăпламастăп. Каях, текех çылăха ан кĕр», – тенĕ Иисус.

Иисус Христос – тĕнче çути

(12) Иисус татах халăха каланă: «Эпĕ – тĕнче çути. Ман хыçăмран пыракан тĕттĕмлĕхре çÿремĕ, вăл чĕрĕлĕх çутиллĕ пулĕ».

(13) Çавăн чухне фарисейсем: «Эсĕ Ху çинчен Ху çирĕплетсе пĕлтеретĕн, çавăнпа та Эсĕ каласа çирĕплетни чăн мар», – тенĕ.

(14) Иисус çапла хуравланă: «Хам çинчен Хам çирĕплетсе пĕлтеретĕп пулин те, Эпĕ пĕлтерни чăн. Мĕншĕн тесен Эпĕ Хам ăçтан килнине, ăçта каяссине пĕлетĕп. Эсир вара Эпĕ ăçтан килнине те, ăçта каяссине те пĕлместĕр.

(15) Эсир этем виçипе виçсе айăплатăр, Эпĕ никама та айăпламастăп.

(16) Айăплас пулсан та, Манăн судăм чăн пулĕччĕ, мĕншĕн тесен Эпĕ Хам тĕллĕн мар, Хама кунта яракан Аттепе пĕрле суд тăватăп.

(17) Иккĕн кăтартса пани чăн тесе сирĕн саккунăрта та çырнă.

(18) Ман çинчен çирĕплетсе пĕлтерекенсем вара иккĕн: Эпĕ Хам тата Мана кунта яракан Аттем».

(19) «Санăн Аçу ăçта?» – ыйтнă Унран. Иисус вĕсене хирĕç каланă: «Эсир Мана та, Аттеме те пĕлместĕр. Мана пĕлес пулсан Манăн Аттене те пĕлнĕ пулăттăрччĕ».

(20) Иисус çак сăмахсене Турă Çуртĕнче, укçа арчи патĕнче, вĕрентнĕ чухне каланă. Унăн асап вăхăчĕ çитеймен пирки çавăн чухне Ăна никам та тĕкĕнмен.

(21) Иисус вĕсене татах каланă: «Эпĕ каятăп, эсир Мана шырама пуçлăр, çылăхăрсене каçарттараймасăрах вилĕр. Эпĕ каяс çĕре эсир çитеймĕр».

(22) «Мĕншĕн-ха Вăл „Эпĕ каяс çĕре эсир çитеймĕр“ терĕ, Хăйне Хăй вĕлерме шут тытман пулĕ те?» – тесе калаçкаланă вара иудейсем.

(23) Иисус малалла каланă: «Эсир – çĕр çинчисем, Эпĕ вара çÿлтен килтĕм. Эсир – ку тĕнчерисем, Эпĕ – ку тĕнчери мар.

(24) Çавăнпа Эпĕ сире „хăвăр çылăхăрпах вилĕр“ тесе каларăм. Эпĕ Кам пулнине ĕненмесен, чăнах та, хăвăр çылăхăрпах вилĕр».

(25) «Кам вара Эсĕ?» – ыйтнă çавăн чухне Унран. «Кам пулнине Эпĕ сире темиçе те каларăм, – хуравланă Иисус. – Эпĕ – пуçламăшĕнченех Пурри.

(26) Манăн сирĕн çинчен каламалли, сире айăпламалли нумай. Анчах та Эпĕ Хама кунта Яракантан мĕн илтнине кăна тĕнчене калатăп, мĕншĕн тесен Вăл – Чăнни».

(27) Иисус Хăйĕн Ашшĕ çинчен каланине вĕсем ăнланса илеймен.

(28) Çавăнпа та Иисус татах каланă: «Эпĕ Кам пулнине Мана хĕрес çине çĕклесен тин пĕлĕр. Ун чухне эсир Эпĕ Хам тĕллĕн нимĕн те туманнине, Аттем вĕрентнĕ пек кăна каланине те ăнланăр.

(29) Мана кунта Яракан Манпа пĕрлех. Эпĕ яланах Ăна юрăхлине кăна тунăран Аттем Мана пăрахмасть, пĕччен хăвармасть».

(30) Вăл çапла каланине илтсен чылайăшĕ Ăна ĕненме пуçланă.

Чăнлăх сире ирĕке кăларĕ

(31) Вара Иисус Хăйне ĕненнĕ иудейсене каланă: «Эсир Ман сăмахăмран иртмесен Манăн чăн-чăн вĕренекенĕмсем пулăр.

(32) Çавăн чухне эсир чăнлăха пĕлĕр, вара чăнлăх сире ирĕке кăларĕ».

(33) Иудейсем Ăна хирĕçлесе çапла каланă: «Эпир Авраам йăхĕнчен, эпир нихăçан та никам чури те пулман. Епле-ха Эсĕ тата пире ирĕке кăларасшăн?»

(34) «Чăн-чăнах калатăп сире, – тавăрнă вĕсене Иисус, – çылăха кĕрекен кирек кам та – çылăх чури.

(35) Хуçа килĕнче чура ĕмĕрех пурăнаймасть, Ывăлĕ вара ĕмĕрех пурăнать.

(36) Çавăнпа Ывăлĕ сире ирĕке кăларсан тин эсир чăннипех ирĕклĕ пулăр.

(37) Эсир Авраам йăхĕнчен пулнине пĕлетĕп. Анчах Ман сăмахăмсем чĕрĕре шăнăçайманран эсир Мана вĕлерме те хатĕр.

(38) Эпĕ Хам Аттем патĕнче мĕн курнине каласа кăтартатăп. Эсир вара хăвăр аçăр патĕнче мĕн курнă, çавна тăватăр».

(39) «Пирĕн Аттемĕр – Авраам!» – тенĕ Ăна хирĕç. Иисус вĕсене çапла каланă: «Эсир Авраам ачисем пулсан хăвăра Авраам пекех тыткаланă пулăттăр.

(40) Эсир вара Мана, Турăран илтнĕ чăнлăха хăвăра каласа паракан Çынна, вĕлерме шутлатăр. Авраам унашкал хăтланман.

(41) Эсир хăвăр аçăрăн ĕçĕсенех тăватăр». Ăна хирĕç вара: «Эпир вĕлтĕрен çинчи ачасем мар вĕт, пирĕн пĕртен-пĕр Аттемĕр пур, Вăл – Турă», – тенĕ.

(42) «Эпĕ Хам тĕллĕн килмен, Турă патĕнчен анса килнĕ. Мана Вăл янă, – тавăрнă Иисус. – Çавăнпа та, сирĕн Аçăр Турă пулсассăн эсир Мана юратнă пулăттăр.

(43) Мĕншĕн-ха эсир Эпĕ каланине ăнланмастăр? Мĕншĕн тесен Ман сăмахăма итлеме мехел çитерейместĕр.

(44) Эсир Авраам ачисем мар, шуйттан ачисем, эсир унăн кăмăлне тивĕçтересшĕн тăрăшатăр. Вăл вара чăн пуçламăшĕнченех çын вĕлерекен пулнă. Чĕринче чăнлăх пулманран вăл чăнлăха та йышăнман. Суйса калаçнă чухне те вăл хăйĕн сăмахĕсенех калать, мĕншĕн тесен вăл ултавçă, ултав ашшĕ.

(45) Эпĕ чăннине каланине вара эсир ĕненместĕр.

(46) Кам сирĕнтен Мана çылăхлă тесе айăплаять? Енчен те Эпĕ чăннине калатăп пулсан, мĕншĕн Мана ĕненместĕр?

(47) Турă ачисем Турă сăмахне итлеççĕ. Турă ачисем пулманран эсир Мана итлеместĕр те».

Эпĕ – пур, Авраам çураличчен те пулнă

(48) «Эпир Сан пирки Самари çынни, Санăн ăшунта усал сывлăш тесе калани тĕрĕсех-иç», – тавăрнă Ăна иудейсем.

(49) «Мана усал ермен, – тенĕ Иисус, – Эпĕ Хам Аттеме чыслатăп, эсир вара Мана чыссăрлататăр.

(50) Тепĕр тесен, Мана мухтав кирлĕ мар. Мухтава кăлараканни тата Суд тăваканни вара – Урăххи.

(51) Чăн-чăнах калатăп сире: Ман сăмахăма итлесе пурнăçлакан нихăçан та вилмест».

(52) «Халĕ ĕнтĕ сана чăнах та усал ернине пĕлтĕмĕр, – тенĕ Ăна иудейсем. – Авраам та, пророксем те вилнĕ, Эсĕ вара „Ман сăмахăма пурнăçлакан нихăçан та вилмест“ тетĕн.

(53) Эсĕ мĕн, пирĕн мăн асаттемĕр Авраамран та чаплăрах-им? Вăл та, пророксем те вилнĕ. Эсĕ Хăвна Кам вырăнне хуратăн?»

(54) Иисус вара çапла каланă: «Хама Хам мухтатăп пулсан Ман мухтавăм ним тĕшне те тăмасть. Эсир Туррăмăр теекен Аттем Мана мухтава кăларать.

(55) Эсир Ăна пĕлсе çитмен-ха, Эпĕ вара пĕлетĕп. Ăна пĕлместĕп тесен Эпĕ сирнешкел суеçĕ кăна пулăп. Анчах та Эпĕ Ăна пĕлетĕп, Унăн сăмахне пурнăçласа тăратăп.

(56) Сирĕн мăн аслаçăр Авраам Эпĕ килнĕ вăхăта пит курасшăнччĕ: курчĕ те – савăнмаллипех савăнчĕ».

(57) «Эсĕ халĕ алла та çитмен, ăçтан Авраама курма пултарнă-!» – тенĕ иудейсем.

(58) «Чăн-чăнах калатăп сире, – тенĕ Иисус, – Эпĕ – пур, Авраам çураличчен те пулнă».

(59) Тарăхса кайнипе иудейсем Ăна вĕлерес тесе чулсем ярса тытнă. Анчах Иисус, курăнмăш пулса, вĕсем хушшипелех Турă Çуртĕнчен тухса кайнă.

Иоанн 9

Суккăр çуралнă çынна сыватни

(1) Иртсе пынă чух Иисус суккăр çуралнă çынна курнă.

(2) Вĕренекенĕсем Унран ыйтнă: «Равви! Çак çын кама пула суккăр çуралнă? Кам çылăха кĕнĕ: хăй е ашшĕ-амăшĕ?»

(3) «Вăл хăй те, ашшĕ-амăшĕ те çылăха кĕмен, – хуравланă Иисус. – Турă хăватне палăртма çапла çуралнă вăл.

(4) Мана кунта Яраканăн ĕçне пирĕн кун çути пур чухне тумалла. Каç пулсан никам та ĕçлеймест.

(5) Çак тĕнчере чухне Эпĕ – тĕнче çути».

(6) Çакна каласан Иисус çĕре сурнă. Вара сурчăкне тăпрапа çăрса пылчăк тунă та унпа суккăрăн куçне сĕрнĕ.

(7) «Халĕ кай та Силоам шывĕнче çăвăн», – тенĕ ăна Иисус. Вăл кайса çăвăннă та куракан пулса тавăрăннă. «Силоам» тени «янăскер» тени пулать.

(8) «Ку хайхи ыйткаласа ларакан çын мар-и?» – тенĕ маларах вăл суккăррине курнă çынсемпе кÿршисем.

(9) «Çавă», – тенĕ пĕрисем. «Çук-çук, вăл сăнĕпе кăна ун евĕрлĕрех», – хирĕçленĕ теприсем. «Эпĕ чăнах та çавă», – тесе çирĕплетнĕ вăл хăй.

(10) Вара унран: «Санăн куçу епле уçăлчĕ?» – тесе ыйта пуçланă.

(11) «Пĕр Çын, Иисус ятлăскер, пылчăк туса ман куçăма сĕрчĕ те Силоам шывĕпе кайса çăвăнма хушрĕ, – тенĕ çав çын. – Эпĕ кайса çăвăнтăм та куракан пултăм».

(12) «Ăçта халĕ Вăл?» – ыйтнă унран. «Пĕлместĕп», – тенĕ лешĕ.

Сывалнă çынна тĕпчени

(13) Вара вĕсем суккăр пулнă çынна фарисейсем патне илсе кайнă.

(14) Иисус пылчăк туса суккăра сыватнă чух шăмат кун пулнă.

(15) Фарисейсем те унран куçĕ епле уçăлнине тĕпченĕ. «Куçăма Вăл пылчăкпа сĕрчĕ, унтан эпĕ çăвăнтăм та куракан пултăм», – тенĕ вăл.

(16) «Вăл Çын Турăран мар, мĕншĕн тесен Вăл шăмат куна хисеплемест», – тенĕ вара хăш-пĕр фарисейсем. «Çакăн пек тĕлĕнмелле ĕçе çылăхлă çын епле тума пултарайтăр?» – хирĕçленĕ теприсем. Вара вĕсем тавлашсах кайнă.

(17) «Хăвăн куçна уçакан çинчен эсĕ мĕн калăн?» – каллех ыйтаççĕ вĕсем куракан пулнă çынран. «Вăл – пророк», – тенĕ вара лешĕ.

(18) Суккăр çын куракан пулнине иудейсен ятлă-сумлă çыннисем ниепле те ĕненесшĕн пулман. Вĕсем унăн ашшĕпе амăшне чĕнтернĕ.

(19) «Суккăр çуралнă текен ывăлăр çакă-и? – ыйтнă вĕсем ашшĕпе амăшĕнчен. – Епле-ха вăл халĕ куракан пулчĕ?»

(20) «Эпир ку хамăр ачах пулнине, вăл суккăр çуралнине кăна пĕлетпĕр, – хуравланă ашшĕпе амăшĕ.

(21) – Халĕ епле куракан пулнине те, унăн куçне кам уçнине те эпир вара пĕлместпĕр. Хăйĕнчен ыйтăр ара. Вăл çитĕннĕ çын-иç, унăн хăйĕн те чĕлхи пур».

(22) Ашшĕпе амăшĕ иудейсен ятлă-сумлă çыннисенчен хăранипе çапла каланă. Мĕншĕн тесен ятлă-сумлисем Ăна Христос тесе йышăнакансене синагогăран уйăрса ярас тесе калаçса татăлнă пулнă.

(23) Çавăнпа ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕ «Вăл çитĕннĕ çын-иç, унăн хăйĕн те чĕлхи пур» тесе каланă.

(24) Çапла вара, иудейсем куракан пулнă çынна татах тепĕр хут чĕнсе илнĕ. «Суймастăп тесе Турра асăн, – тенĕ вĕсем ăна, – Вăл çылăхлă Çын пулнине эпир пĕлетпĕр».

(25) «Çылăхлă-и Вăл, çылăхлă мар-и – пĕлместĕп, – тавăрса каланă хайхи, – пĕр çакна кăна пĕлетĕп: эпĕ суккăрччĕ, халĕ вара куратăп».

(26) «Мĕн турĕ Вăл сана? Санăн куçна епле уçрĕ?» – татах ыйтнă унран.

(27) «Эпĕ ĕнтĕ каларăм, анчах эсир илтместĕр, – тавăрнă çак çын. – Тата мĕн илтесшĕн эсир? Тен, эсир те Унăн вĕренекенĕсем пуласшăн?»

(28) «Унăн вĕренекенĕ – эсĕ! – хăтăрса тăкнă ăна. – Эпир вара Моисей вĕренекенĕсем!

(29) Турă Моисейпа калаçнине эпир пĕлетпĕр. Ку Çын ăçтан иккенне вара пачах та пĕлместпĕр».

(30) «Тĕлĕнмелле! – тенĕ куракан пулнă çын. – Вăл манăн куçăма уçрĕ, эсир вара Вăл ăçтан иккенне те пĕлместĕр.

(31) Анчах та çылăхлă çынна Турă итлеменнине пĕлетпĕр вĕт-ха. Вăл Хăйне хисеплекене, Хăйĕн ирĕкне пурнăçлакана кăна итлет.

(32) Суккăр çуралнă çыннăн куçне кам та пулин уçнă тенине халиччен илтменччĕ.

(33) Ăна кунта Турă яман пулсан, Вăл нимĕн те тăваймĕччĕ».

(34) «Эсĕ, çылăхлă çуралнăскер, тата пире вĕрентесшĕн-и?» – тесе вĕсем ăна хăваласа янă.

Курнă çинчех курмастăр

(35) Ăна хăваласа янă тенине илтсен Иисус çав çынна шыраса тупнă та ыйтнă: «Эсĕ Турă Ывăлне ĕненетĕн-и?»

(36) «Эй, ырă Çыннăм, – тавăрнă вăл Иисуса, – Вăл Кам пулнине каласамччĕ, вара эпĕ Ăна ĕненĕттĕм».

(37) «Эсĕ Ăна куртăн ĕнтĕ, Вăл санпа калаçса тăрать», – тенĕ Иисус.

(38) Вара вăл: «Ĕненетĕп, Хуçамăр», – тенĕ те Ăна ÿксе пуççапнă.

(39) Унтан Иисус çапла каланă: «Суккăррисем куракан пулччăр тесе, кураканнисем суккăр пулччăр тесе Эпĕ çак тĕнчене суд тума килтĕм».

(40) Çакна илтсен Унпа юнашар тăракан хăш-пĕр фарисейсем каланă: «Эпир те суккăр-им вара?»

(41) «Енчен те эсир суккăр пулнă пулсан çылăхлă пулмăттăр. Анчах та эсир „куратпăр“ тетĕр, çавăнпа çылăхăр хăвăрпах юлать», – тавăрнă вĕсене Иисус.

Иоанн 10

Кĕтÿçĕ çинчен каланă ытарлăх

(1) «Чăн-чăнах калатăп сире: кам сурăх картине алăкран кĕмест, урăх çĕртен каçса кĕрет, çав – вăрă-хурах.

(2) Алăкран кĕрекенни çеç чăн-чăн сурăх кĕтÿçи.

(3) Ăна хуралçă алăкне уçса парать, сурăхсем ун сассине илтеççĕ, вăл хăйĕн сурăхĕсене ятран чĕнсе кăларать.

(4) Сурăхсене кăларсан вăл кĕтÿ пуçĕнче пырать. Сурăхĕсем, унăн сассине палланăран, ун хыççăн пыраççĕ.

(5) Вĕсем ют çын хыççăн каймаççĕ, сассине палламанран вĕсем унран тараççĕ».

(6) Иисус ытарлă каланине фарисейсем ăнланса илеймен.

Иисус – ырă Кĕтÿçĕ

(7) Вара Иисус Хăйĕн сăмахне малалла тăснă: «Чăн-чăнах калатăп сире: Эпĕ – сурăхсем валли тунă алăк.

(8) Манран малтан килнисем пурте вăрă-хурахсем пулнă пирки сурăхсем вĕсене итлемерĕç.

(9) Эпĕ – алăк: Ман витĕр кĕрекен çăлăнĕ. Вăл кĕрĕ те, тухĕ те, улăх-çаран та тупĕ.

(10) Вăрă вăрлама, вĕлерме, пĕтерме анчах килет. Эпĕ сире чĕрĕлĕх пама, тулли пурăнăçлă тума килтĕм.

(11) Эпĕ – ырă кĕтÿçĕ. Ырă кĕтÿçĕ сурăхĕсемшĕн чунне парать.

(12) Тара тытнă çын кĕтÿçĕ мар, сурăхĕсем те унăн хăйĕн мар. Кашкăр çывхарнине курсан вăл сурăхĕсене пăрахсах тарать. Кашкăр вара сурăхсене туртса çурать, кĕтĕвне салатса ярать.

(13) Тара тытнă çын вăл тара тытнă çынах, сурăхсемшĕн тăрăшмасть, тарать.

(14) Эпĕ – ырă кĕтÿçĕ. Эпĕ Хам сурăхăмсене пĕлетĕп, вĕсем те Мана пĕлеççĕ.

(15) Аттем Мана пĕлнĕ пекех, Эпĕ те Аттеме пĕлетĕп. Эпĕ сурăхăмсемшĕн чунăма паратăп.

(16) Манăн урăх сурăхсем те пур, вĕсем ку картара мар. Манăн вĕсене те илсе килмелле. Вĕсем те Ман сасса илтĕç, вара пĕр кĕтÿ, пĕр Кĕтÿçĕ пулĕ.

(17) Эпĕ чунăма каялла илес тесе паратăп, çавăнпа юратать те Мана Аттем.

(18) Никам та Ман чунăма туртса илеймест, ăна Эпĕ Хам паратăп. Манăн ăна памашкăн та, каялла илмешкĕн те ирĕкĕм пур. Мана Аттем çапла хушнă».

(19) Ку сăмахсем те иудейсене каллех тавлаштарса янă.

(20) «Мĕн итлетĕр Ăна? Усал ернипе Вăл çапла ăссăрла калаçать!» – тенĕ чылайăшĕ.

(21) «Усал ернĕ çын кун пек сăмахсем калаймĕ, – хирĕçленĕ теприсем. – Суккăр çын куçне усал уçма пултарать-и вара?»

Иудейсем Иисуса йышăнманни

(22) Хĕл ларнă. Иерусалимри Турă Çуртне çĕнетнине асăнмалли уяв çитнĕ.

(23) Иисус Турă Çурчĕн картишĕнчи Соломон притворĕнче утса çÿренĕ.

(24) Çавăн чухне Ун тавра иудейсем пухăннă. «Эсĕ пире хăçанччен иккĕлентересшĕн? – тенĕ Ăна. – Эсĕ Турă Суйласа илни пулсан, кала пире уçăмлăн».

(25) Иисус вĕсене çапла хуравланă: «Эпĕ сире каларăм ĕнтĕ, анчах эсир ĕненместĕр. Эпĕ Аттем ячĕпе тăвакан ĕçсем хăйсемех Ман çинчен çирĕплетсе пĕлтереççĕ.

(26) Çапах та эсир ĕненместĕр. Мĕншĕн тесен, пĕрре каланăччĕ ĕнтĕ, эсир Ман сурăхсем мар.

(27) Ман сурăхсем сассăма итлеççĕ. Эпĕ те вĕсене пĕлетĕп. Вĕсем Ман хыçăмран пыраççĕ.

(28) Эпĕ вĕсене ĕмĕрлĕх пурăнăç паратăп, вĕсем нихăçан та вилмĕç. Вĕсене Ман аллăмран никам та туртса илеймĕ.

(29) Вĕсене Мана панă Аттем пуринчен те аслă. Вĕсене Аттем аллинчен никам та туртса илеймĕ.

(30) Эпĕ те, Аттем те – пĕр».

(31) Хайхи иудейсем Ăна вĕлерес тесе каллех чулсем ярса тытнă.

(32) «Хамăн Аттем ячĕпе Эпĕ сире нумай ырă ĕç туса кăтартрăм, – тенĕ Иисус. – Çавсенчен хăшĕншĕн эсир Мана чулпа пере-пере вĕлересшĕн?»

(33) «Эпир Сана ырă ĕç тунăшăн вĕлересшĕн мар, – тавăрнă иудейсем. – Эсĕ, çын пуççăнах Хăвна Турă вырăнне хурса, Турра хурлатăн вĕт-ха!»

(34) «Сирĕн саккун кĕнекинче мĕнле çырнă-ха? „Эсир – турăсем, – тесе Эпĕ каларăм“. Çапла çырман-им? – тавăрнă вĕсене Иисус.

(35) – Саккун кĕнекинче Турă сăмахне итлекенсене те турă тенĕ. Çырнине хирĕçлесе калама вара юрамасть.

(36) Эппин мĕншĕн-ха эсир Мана, Аттем Хăй суйласа илсе тĕнчене Янăскере, „Эпĕ – Турă Ывăлĕ“ тенĕшĕнех Турра хурлатăн, тетĕр?

(37) Эпĕ Аттем ĕçне тумасан Мана ан ĕненĕр.

(38) Аттем ĕçне тăватăп пулсан, Мана ĕненмесен те, Манăн ĕçĕмсене ĕненĕр. Вара тин эсир Аттем Манра пулнине, Эпĕ те Унра пулнине пĕлсе ăнланса илĕр».

(39) Çавăн чухне вĕсем Иисуса каллех тытасшăн пулнă, анчах та Вăл иудейсенчен хăтăлма пултарнă.

(40) Вара Вăл каллех Иордан леш енне, Иоанн унччен шыва кĕртнĕ вырăна каçса кайнă, пĕр вăхăт унтах пурăннă.

(41) Халăх Ун патне пырсах тăнă. «Иоанн пĕр хăват та туса кăтартмарĕ пулин те, вăл çак Çын çинчен каланисем пĕтĕмпех чăна килчĕç», – тенĕ çынсем.

(42) Çавăнта чылайăшĕ Иисуса ĕненме пуçланă.

Иоанн 11

Лазарь вилĕмĕ

(1) Лазарь ятлă пĕр çын чирлесе ÿкнĕ. Вăл Марияпа унăн аппăшĕ Марфа пурăнакан Вифани ялĕнченех пулнă.

(2) Çав Мария кайран Хуçамăра мирă сĕрсе Унăн урисене хăйĕн çÿçĕпе шăлаканни пулнă. Чирлесе ÿкнĕ Лазарь шăпах унăн пиччĕшĕ пулнă.

(3) Лазарь йăмăкĕсем Иисус патне: «Хуçамăр, Санăн юратнă çынну чирлĕ», – тесе калама янă.

(4) Çавна илтсен Иисус каланă: «Ку чир вилмелли чир мар. Ку – Турă мухтавне кăтартмалли, çапла майпа Турă Ывăлне мухтава кăлармалли чир».

(5) Иисус Марфпа йăмăкне те, Лазаре те юратнă.

(6) Çапах та, Лазарь чирлени çинчен илтнĕ пулин те, Иисус Хăй чарăнса тăнă вырăнта тата икĕ кун пурăннă.

(7) Кайран тин вĕренекенĕсене каланă: «Атьр каллех Иудейăна каяр!»

(8) «Равви! – тенĕ Ăна вĕренекенĕсем. – Анчахрах Сана иудейсем чулпа пере-пере вĕлересшĕнччĕ, Эсĕ каллех унта каясшăн-и?»

(9) Иисус вĕсене çапла хуравланă: «Кун çути вун икĕ сехете пымасть-им вара? Кун çутипе çÿрекен такăнмасть, мĕншĕн тесен вăл тĕнче çутине курать.

(10) Çĕрле çÿрекен такăнать, мĕншĕн тесен вăл çутăсăр».

(11) Çак сăмахсем хыççăн Вăл вĕсене каланă: «Лазарь тусăмăр çывăрать, Манăн ăна кайса вăратмалла».

(12) «Хуçамăр! – тенĕ вĕренекенĕсем. – Çывăрать пулсассăн эппин сывалĕ-ха».

(13) Иисус вĕсене Лазарь вилĕмĕ çинчен каланă. Вĕренекенĕсем вара ыйхă çинчен çеç калать пулĕ тесе шухăшланă.

(14) Вара Иисус тÿррĕнех каланă: «Лазарь вилнĕ.

(15) Эпĕ сирĕншĕн савăнатăп. Сирĕн ĕненĕвĕре çирĕплетес тесе Эпĕ унта пулмарăм. Халĕ ĕнтĕ каяр!»

(16) Çавăн чухне Йĕкĕреш тесе ят панă Фома ытти вĕренекенсене каланă: «Каяр та Унпа пĕрлех вилер!»

Иисус – чĕрĕлÿ тата пурăнăç

(17) Вифани ялне çитсен Иисус Лазаре тăватă кун каяллах пытарнине пĕлнĕ.

(18) Вифани ялĕ Иерусалимран инçех те мар, пĕр икĕ-виçĕ çухрăмра çеç пулнă.

(19) Пиччĕшĕшĕн хуйхăракан Марфпа Марияна лăплантарма иудейсем чылаййăн пухăннă.

(20) Иисус килет тенине илтсенех Марфа Ăна хирĕç кайнă. Мария килĕнчех юлнă.

(21) Çавăн чухне Марфа Иисуса каланă: «Хуçамăр! Эсĕ кунта пулнă пулсан пиччем вилмен пулĕччĕ!

(22) Çапах та Эсĕ мĕн ыйтнине Турă Сана халĕ те парасса эпĕ пĕлетĕп».

(23) «Пиччÿ чĕрĕлсе тăрĕ», – тенĕ ăна Иисус.

(24) «Чĕрĕлсе тăмалли юлашки кун çитсен вилнĕ çынсем чĕрĕлсе тăрасса хам та пĕлетĕп-ха», – тенĕ Ăна Марфа.

(25) «Эпĕ – чĕрĕлÿ тата пурăнăç, – тенĕ ăна Иисус. – Мана ĕненекен вилсен те чĕрĕлет.

(26) Мана ĕненсе пурăнакан кирек кам та нихăçан та вилмĕ. Эсĕ çакна ĕненетĕн-и?»

(27) «Ĕненетĕп, Хуçамăр! – тенĕ Ăна Марфа. – Эсĕ тĕнчене килмелле тенĕ Турă Ывăлĕ Христос пулнине ĕненетĕп».

Иисус Лазарьшĕн хурланни

(28) Çакна каласан Марфа кайнă та хăйĕн йăмăкне Марияна вăрттăн чĕнсе илсе каланă: «Вĕрентекен кунта, Вăл сана чĕнет».

(29) Мария çакна илтсенех васкаса тăнă та Ун патне кайнă.

(30) Иисус ун чухне яла кĕмен пулнă-ха, Марфпа тĕл пулнă вырăнтах тăнă.

(31) Мария хăвăрт тăрса тухнине курсан пÿртре ăна лăплантарса ларнă иудейсем те ун хыççăн кайнă. Вĕсем Мария хăй пиччĕшĕн тупăклăхĕ патне йĕме каять пулĕ тесе шухăшланă.

(32) Мария вара Иисус тăракан вырăна пынă. Иисуса курсан Ун умне ÿксе пуççапса каланă: «Хуçамăр, Эсĕ кунта пулнă пулсан, пиччем вилмен пулĕччĕ!»

(33) Мария та, пĕрле пынă иудейсем те хытă йĕнине курсан кăмăлĕ хуçăлнипе Иисус пăлханса кайнă та

(34) каланă: «Ăçта пытартăр эсир ăна?» «Хуçамăр, пырса пăхсамччĕ», – тенĕ Ăна.

(35) Иисусăн куçĕсем шывланнă.

(36) Çавăн чухне иудейсем: «Курăр-ха, епле юратнă Вăл ăна», – тенĕ.

(37) «Вăл суккăр çынна куракан турĕ, – тенĕ хăшĕ-пĕри. – Тен, Вăл Лазаре те вилмелле мар тума пултарайĕччĕ?»

Иисус Лазаре чĕртсе тăратни

(38) Иисус, çаплах чун-чĕререн хурланса, Лазаре пытарнă тупăклăх патне пынă. Ту хăвăлĕн шăтăкне чулпа хупланă пулнă.

(39) «Чулне куçарса хурăр-ха», – тенĕ Иисус. Вилнин йăмăкĕ, Марфа, Иисуса каланă: «Хуçамăр, ăна тупăклăха хуни тăватă кун иртрĕ, виле шăрши те тухнă ĕнтĕ».

(40) «Ĕненсен, Турă мухтавне курăн тесе каламарăм-и-ха Эпĕ сана?» – тенĕ ăна Иисус.

(41) Вилнĕ çын выртакан ту хăвăлĕ умĕнчи чула илсен Иисус çÿлелле пăхса каланă: «Аттем! Мана илтнĕшĕн тав тăватăп Сана.

(42) Эсĕ Мана илтессе пĕлетĕп пулин те, çакна Эпĕ кунта тăракан халăхшăн каларăм. Мана Эсĕ янине ĕненччĕр терĕм».

(43) Çак сăмахсем хыççăн Иисус хыттăн чĕннĕ: «Лазарь, тух!»

(44) Вара вилнĕ тенĕ Лазарь алли-урине пирпе чĕркенипех, питне-куçне тутăрпа çыхнипех тухнă. «Чĕркени-çыхнине салтса илĕр, утма ан чăрмантартăр», – тенĕ çынсене Иисус.

Иисуса хирĕç тунă кавар

(45) Çавăн чухне Мария патне пынă чылай иудей, Иисус тунă хăвата курса, Ăна ĕненме пуçланă.

(46) Хăшĕсем тата фарисейсем патне кайса Иисус мĕн туни çинчен каласа кăтартнă.

(47) Вара аслă священниксемпе фарисейсем хăйсен канашне пухнă. «Мĕскер тумалла-ши? – канашланă вĕсем. – Ку Çын нумай хăват кăтартать.

(48) Каплипех хăварсан Ăна пурте ĕненме пуçлĕç. Вара Рим çыннисем килĕç те – пирĕн Турă Çуртне аркатĕç, пирĕн халăха пусмăрлĕç».

(49) Вĕсенчен пĕри, çав çул аслă священник пулнă Каиафа, вĕсене каланă: «Эсир ним те ăнланмастăр.

(50) Пĕтĕм халăх пĕтнинчен пĕри халăх ырлăхĕшĕн пĕтни хамăршăнах лайăх пуласси пирки ăнланмастăр-им?»

(51) Çак сăмахсене вăл хăй ячĕпе каламан, çав çул аслă священник пулнă май, Иисус халăхшăн вилессе вăл малтанах каласа хунă.

(52) Унтан та ытларах, Иисус пĕр çак халăхшăн çеç мар, сапаланса кайнă Турă ачисене пĕр çĕре пуçтарассишĕн те вилессе Каиафа пророкла систернĕ.

(53) Çав кунран вара вĕсем Иисуса вĕлерме калаçса татăлнă.

(54) Çавна пула Иисус иудейсем хушшинче пит курăнсах çÿремен. Вăл унтан пуш хир çывăхĕнчи Ефраим хулине кайнă. Хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле Иисус пĕр хушă çавăнта пурăннă.

(55) Иудейсен пасха уявĕ çывхарса килнĕ. Таврари чылай халăх пасха умĕн тасалма Иерусалима пынă.

(56) Çынсем, Иисуса шыраса, Турă Çуртĕнче тăнă чухне пĕр-пĕринчен: «Мĕнле шухăшлатăр? Уява килет-ши Вăл?» – тесе ыйтнă.

(57) Аслă священниксемпе фарисейсем вара Иисуса тытас тесе çапла хушнă: «Вăл ăçтине пĕлекенсен тÿрех пире систермелле».

Иоанн 12

Иисуса Вифанире çупа сĕрни

(1) Пасха çитесси ултă кун юлсан Иисус Хăй вилĕмрен чĕртсе тăратнă Лазарь пурăнакан Вифани ялне пынă.

(2) Иисус пынă ятпа унта каçхи апат хатĕрленĕ. Марфа хăнасене пăхнă. Иисуспа ларакансем хушшинче Лазарь те пулнă.

(3) Çавăнта Мария пĕр кăкшăма тултарса нардран тунă таса, хаклă йышши мирă илсе пынă. Унтан, Иисусăн урине çупа сĕрсе, çÿçĕпе шăла-шăла илнĕ. Пÿрчĕпех ырă мирă шăрши сарăлнă.

(4) Вĕренекенĕсенчен пĕри, кайран Иисуса тытса панă Иуда Искариот, Симон ывăлĕ, çавăнта пулнă. Вăл çапла каланă:

(5) «Ку çăва виç çĕр динарийлĕх сутса укçине чухăнсене валеçсе памалла марччĕ-и?»

(6) Çакна вăл чухăнсемшĕн куляннипе мар, хăй вăрă пулнăран каланă. Ун çумĕнче ĕненекенсене пулăшмалли укçа арчи пулнă, унта янă укçасене вăл хăй валли те илкеленĕ.

(7) «Ан чăрмантарăр ăна, – тенĕ çавăн чухне Иисус. – Вăл ку çăва Мана пытарас кун валли усрать.

(8) Чухăнсем сирĕн яланах пулĕç, Эпĕ яланах пулас çук».

(9) Иисус ăçтине пĕлнĕ иудейсем çавăнта йышлăн пуçтарăннă. Вĕсем Иисуса кăна мар, Вăл вилĕмрен чĕртнĕ Лазаре те курасшăн пулнă.

(10) Вара аслă священниксем Лазаре те вĕлерес тесе кавар тунă.

(11) Мĕншĕн тесен Лазаре пула унта пыракан чылай иудей Иисуса ĕненме пуçланă.

Иисус Христос Иерусалима кĕни

(12) Тепĕр кунне пасха уявне пынă халăх хушшинче Иерусалима Иисус та пырать текен хыпар сарăлнă.

(13) Вара çынсем, пальма турачĕсем илсе, Ăна хирĕç тухнă. «Осанна! Хуçа Турă ячĕпе килекен Израиль Патшине мухтав!» – тесе кăшкăрнă вĕсем.

(14) Иисус, çамрăк ашак тупса, ун çине утланнă. Мĕншĕн тесен Çырнинче çапла каланă:

(15) «Эй, Сион хĕрĕ, ан хăра! Акă санăн Патшу çамрăк ашак çине утланса килет».

(16) Мĕн пулса иртнине çав самантра Иисусăн вĕренекенĕсем те ăнланман. Каярахпа тин, Иисус мухтава тухсан, вĕсем Çырнинче Ун çинчен çапла каланине те, çав калани пурнăçланма хăйсем Уншăн мĕн тунине те астуса илнĕ.

(17) Иисус Лазаре тупăклăхран чĕнсе кăларнине, епле ăна чĕртсе тăратнине курнă-илтнĕ çынсем çавăн çинчен ыттисене кала-кала кăтартнă.

(18) Çав хăвата Иисус тунине илтнĕрен ĕнтĕ халăх Ăна хирĕç тухнă.

(19) «Куратăр-и, нимĕн те тăваймастпăр, пĕтĕм тĕнче Ун хыççăн каять», – тесе калаçнă хăйсем хушшинче фарисейсем.

Грексемпе тĕл пулни

(20) Уява Турра пуççапма пынисем хушшинче грексем те пулнă.

(21) Вĕсем Филипа çапла тархасланă: «Ырă çыннăмăр! Пирĕн Иисуса курас килет». Филипп Галилейăри Вифсаида çынни пулнă.

(22) Хайхи Филипп çавăн çинчен Андрея кайса калать. Унтан вара вĕсем, Андрейпа иккĕшĕ, çавăн çинчен Иисуса Хăйне пĕлтереççĕ.

(23) Иисус вĕсене хирĕç çапла каланă: «Этем Ывăлĕ мухтава тухас вăхăт çитрĕ.

(24) Чăн-чăнах калатăп сире: тăпрана ÿксен шăтман тулă пĕрчи пĕр пĕрчĕ халлĕнех упранса юлать. Анчах та, хăй пĕтсе шăтса тухсан, тулли пучах пултарать.

(25) Кам хăйĕн пурăнăçне юратать, çав ăна пĕтерĕ. Кам ку тĕнчере хăйĕн пурăнăçне юратмасть, çав ăна ĕмĕрлĕх пурăнăç валли упраса хăварĕ.

(26) Ман ирĕке тăвакан Ман хыççăн пытăр; Эпĕ ăçта – тарçăм та çавăнтах пултăр. Вара Ман ирĕке тăвакана Аттем те хисеплĕ».

Иисус Хăйĕн вилĕмĕ çинчен малтанах каласа хуни

(27) «Халĕ Манăн чунăм пăлханса кайрĕ. Мĕн калам-ши? „Аттем, Мана çак саманта курассинчен хăтар!“ – теес-и? Анчах та Эпĕ шăпах çак самантшăн килнĕ.

(28) Эй, Аттем! Хăвăн ятна мухтава кăлар!» Çав вăхăтра çÿлтен: «Мухтава кăлартăм, татах та чаплăлатăп!» – тенĕ сасă илтĕннĕ.

(29) Унта тăракан халăх та çав сасса илтнĕ. «Аслати пулчĕ пулас ку», – тенĕ пĕрисем. «Ангел Унпа калаçрĕ», – тенĕ теприсем.

(30) Çакнашкал калаçнине илтсен Иисус вĕсене çапла каланă: «Ку сасă Маншăн мар, сирĕншĕн пулчĕ!

(31) Акă ĕнтĕ çак тĕнчене суд тăвас вăхăт çитрĕ. Ĕнтĕ çак тĕнчерен унăн пуçлăхне хăваласа ярĕç.

(32) Çĕр çинчен çĕкленсен, Эпĕ пурне те Хам патăма пуçтарăп!»

(33) Çак сăмахсемпе Иисус Хăй мĕнле вилĕмпе вилессе систернĕ.

(34) «Христос ĕмĕр-ĕмĕр пуласса эпир саккун кĕнекинченех пĕлетпĕр, – тенĕ çынсем. – Епле тата Эсĕ „Этем Ывăлĕн çĕр çинчен çĕкленмелле“ тетĕнÇав „Этем Ывăлĕ“ текенни кам вара Вăл?»

(35) Иисус çапла каланă: «Çуттăн сирĕнпе пуласси нумаях юлмарĕ. Çутă пур чухне, сире тĕттĕм хупăрличчен, çÿресе юлăр. Мĕншĕн тесен тĕттĕмре çÿрекен хăй ăçта кайнине те пĕлмест.

(36) Çутă пур чухне çутта ĕненĕр, вара çутă ачисем пулăр!» Çак сăмахсене каласан Иисус вĕсем патĕнчен кайса çухалнă.

Иудейсем ĕненменнин сăлтавĕ

(37) Иисус иудейсене тем тĕрлĕ хăват кăтартнă пулин те, вĕсем Ăна ĕненмен.

(38) Çапла вара Исаия пророк калани çитнĕ. «Эй, Хуçа Туррăмăр, – тенĕ пулнă вăл, – эпир каланине кам ĕненчĕ-ха? Хуçа Туррăмăрăн хăвачĕ кама курăнчĕ?»

(39) Вĕсем ĕненме те пултарайман, ун пирки те Исаия пророках каланă:

(40) «Çак халăхăн куçĕ суккăрланнă, чун-чĕри хытса ларнă. Ĕнтĕ вĕсен куçĕ курмасть, чун-чĕри туймасть, çавăнпа та вĕсем, Вăл пире сываттăрччĕ тесе, Ман енне çавăрăнмаççĕ».

(41) Çак сăмахсене Исаия пророк Ун çинчен каланă, ăна Христос мухтава тухасси курăннă пулнă.

(42) Çапах та Иисуса пуçлăхсенчен те чылайăшĕ ĕненме пуçланă; анчах вĕсем, фарисейсенчен хăраса, синагогăран уйăрса ярасран шикленсе, хăйсем ĕненнине палăртман.

(43) Мĕншĕн тесен вĕсем çын мухтанине Турă мухтавĕнчен ытларах юратнă.

Юлашки кун çитсессĕн Иисус сăмахĕ айăплĕ

(44) Иисус кăшкăрсах каланă: «Мана ĕненекен Мана мар, Мана кунта Яракана ĕненет.

(45) Мана куракан Мана кунта Яракана курать.

(46) Эпĕ – çутă, Мана ĕненекенсенчен пĕри те тĕттĕмлĕхре ан юлтăр тесе, Эпĕ тĕнчене килтĕм.

(47) Кам та пулин Ман сăмахăма илтсен те Мана ĕненмесен, Эпĕ ăна айăпламастăп. Мĕншĕн тесен Эпĕ тĕнчене айăпламашкăн мар, çăлмашкăн килнĕ.

(48) Мана йышăнман çынна, Ман сăмахăмсене хапăл туман çынна суд тăваканĕ пур ĕнтĕ. Юлашки кун çитсессĕн, ăна Эпĕ каланă сăмах айăплĕ.

(49) Мĕншĕн тесен Эпĕ Хамран каламастăп, мĕн каламаллине тата мĕнле каламаллине Хама кунта яракан Аттем хушнипе калатăп.

(50) Эпĕ пĕлетĕп: Унăн пил-хушăвĕ – ĕмĕрлĕх пурăнăç. Çапла вара, Эпĕ кирек мĕн каласан та Аттем сăмахне çеç калатăп».

Иоанн 13

Вĕренекенĕсен урисене çуни

(1) Пасха уявĕ çывхарса килнĕ. Ку тĕнчерен Ашшĕ патне каяс вăхăчĕ çитсе пынине Иисус пĕлнĕ. Ку тĕнчери Хăй хыççăн пыракансене Вăл савнă, каяс умĕн вара Хăйĕн тулли юратулăхне пытарас темен.

(2) Каçхине Иисуспа вĕренекенĕсем апат çиме ларнă. Çавăн чухне шуйттан Симон ывăлĕн Иуда Искариотăн чĕрине Иисуса сутас шухăш кĕртнĕ.

(3) Ашшĕ пĕтĕмпех Хăйĕн аллине панине тата Хăй Турă патĕнчен анса Турă патне каясса Иисус пĕлнĕ.

(4) Çавăнпа Вăл сĕтел хушшинчен тухнă та, çиелти тумне хывса, пилĕкне ал шăлли çыхнă.

(5) Унтан çăвăнмалли савăта шыв янă та, вĕренекенĕсен урисене çуса, пилĕкне çыхнă ал шăллипе шăла пуçланă.

(6) Петр текен Симон патне çитсен, лешĕ тĕлĕнсе кайнипе çапла каланă: «Хуçамăр! Эсĕ ман урана çăвасшăн-и?»

(7) «Эпĕ мĕн тунине эсĕ халĕ пĕлейместĕн-ха, кайран ăнланса илĕн», – тесе хуравланă Иисус.

(8) «мĕрне те çутармастăп!» – хирĕçленĕ Ăна Петр. «Эпĕ сан уруна çумасан, эсĕ Манпа пĕрлĕхлĕ пулаймăн», – тенĕ ăна Иисус.

(9) «Хуçамăр! Эппин урама кăна мар, аллăмпа пуçăма та çуса яр», – тенĕ Ăна Петр текен Симон.

(10) «Çвăннă çын ахалех таса, – тенĕ ăна Иисус, – çавăнпа унăнне урине кăна çумалла. Эсир те таса, анчах пурте мар».

(11) Пурте мар тесе Вăл Хăйне тытса паракана малтанах пĕлнĕрен каланă.

(12) Вĕренекенĕсен урисене çусан, Хăйĕн тумне тăхăнса, Вăл каллех сĕтел хушшине ларнă. «Эпĕ сирĕншĕн мĕн тунине ăнлантăр-и? – ыйтнă вара Вăл.

(13) – Эсир Мана Вĕрентекен тетĕр, Хуçамăр тетĕр. Тĕрĕсех калатăр, Эпĕ, чăнах та, сирĕн Вĕрентекенĕр тата Хуçăр.

(14) Çапла вара, Эпĕ, сирĕн Хуçăр тата Вĕрентекенĕр, урăрсене çурăм пулсан, сирĕн те пĕр-пĕрин урисене çумалла.

(15) Сирĕн те Ман пекех тумалла тесе Эпĕ сире тĕслĕх кăтартрăм.

(16) Чăн-чăнах калатăп сире: чура хăй хуçинчен аслă мар, ĕçпе янă çын та хăйне яраканнинчен аслă мар.

(17) Çаксене пĕлсе пурнăçласа тăрсан эсир телейлĕ пулăр.

(18) Сирĕн çинчен пурин пирки те каламастăп. Хам суйласа илнисене Эпĕ пĕлетĕп. Çырнинче „Манпа пĕрле çăкăр çиекенех Мана хирĕç тăчĕ“ тесе калани пурнăçлантăр ĕнтĕ.

(19) Ĕçĕ пулса иртичченех Эпĕ ун çинчен ахальтен каламастăп. Ĕçĕ пурнăçлансан Эпĕ Христос иккенне ĕненччĕр тесе калатăп.

(20) Чăн-чăнах калатăп сире: кам Эпĕ янă çынна йышăнать, çав Мана хапăл тăвать. Кам Мана хапăл тăвать, çав Мана кунта Яракана йышăнать».

Хăйне Иуда тытса парасси çинчен калани

(21) Çак сăмахсене каласан Иисусăн кăмăлĕ хуçăлнă. «Чăн-чăнах калатăп сире, – уççăнах пĕлтернĕ Вăл, – сирĕнтен пĕри Мана тытса парĕ».

(22) Çавăн чухне вĕренекенĕсем, Вăл кам çинчен каланине ăнкараймасăр, пĕр-пĕрин çине кăн-кан пăхса илнĕ.

(23) Иисусăн вĕренекенĕсенчен пĕри вара, Вăл юратни, Унăн хулпуççийĕ çумне сĕвеннĕ.

(24) Петр текен Симон, Вăл кам çинчен каланине ыйтса пĕл-ха тесе, ăна аллисемпе паллă кăтартнă.

(25) Лешĕ вара Иисус çумнерех çыпăçса: «Хуçамăр! Сутаканĕ хăшĕ пулĕ?» – тесе ыйтнă.

(26) «Çкăр татăкне кама пуçса парăп, çавă», – тавăрнă Иисус. Унтан Вăл çăкăр татăкне пуçса Симон ывăлне Иуда Искариота панă.

(27) Çав çăкăр татăкне илнĕ хыççăнах Иуда шне шуйттан кĕнĕ. «Тума пуçланине хăвăртрах туса пĕтер», – тенĕ ăна Иисус.

(28) Вăл Иудăна мĕншĕн çапла каланине сĕтел хушшинче ларакансенчен пĕри те ăнланса илеймен.

(29) Укçа арчи Иудăра пулнăран хăш-пĕр вĕренекенĕсем: «Иисус ăна уяв тĕлне хамăра мĕн кирлине илме хушать пулĕ. Е ыйткалакансене мĕн те пулин пама калать-ши?» – тесе шухăшланă.

(30) Çăкăр татăкне илсенех Иуда тăрса тухса кайнă. Вăхăчĕ ĕнтĕ çĕрлене кайнă.

Çĕнĕ пил-хушу

(31) Иуда тухса кайсан Иисус каланă: «Паянтан Этем Ывăлĕ мухтава тухрĕ, Ун урлă Турă та мухтава тухрĕ.

(32) Турă Хăйĕн Ывăлĕ урлă мухтава тухрĕ пулсан, Турă та Хăй урлă Ывăлне мухтава кăларĕ, часах мухтава кăларĕ.

(33) Ачамсем! Манăн сирĕнпе пуласси нумай мар. Кайран эсир Мана шырама пуçлăр. Иудейсене каланинех халĕ сире калатăп: „Эпĕ каяс çĕре эсир çитеймĕр“.

(34) Эпĕ сире çĕнĕ пил-хушу паратăп: пĕр-пĕрне юратăр. Пĕр-пĕрне Эпĕ сире юратнă пекех юратăр.

(35) Эсир Манăн вĕренекенĕмсем пулнине сирĕн хушшăрти юратулăхран пĕлĕç».

Петр тунасса Иисус малтанах калани

(36) «Хуçамăр! Эсĕ ăçта каяс тетĕн?» – ыйтнă Петр текен Симон Иисусран. «Эпĕ каяс çĕре эсĕ халĕ пыраймăн, – тенĕ Иисус, – анчах та каярахпа Ман хыçăмранах пырăн».

(37) «Хуçамăр! Мĕншĕн мана халĕ Сан хыçăнтан пыма юрамасть? Эпĕ Саншăн чунăма пама та хатĕр!» – тенĕ Ăна Петр.

(38) Иисус вара ăна çапла каланă: «Чунăма пама та хатĕр тетĕн-и? Чăн-чăнах калатăп сана: автан авăтичченех эсĕ виçĕ хут Мана пĕлмĕш пулăн».

Иоанн 14

Иисус – çул та, чăнлăх та, чĕрĕлĕх те

(1) «Сирĕн кăмăлăр ан пăсăлтăр. Турра ĕненĕр, Мана та ĕненĕр.

(2) Аттем çуртĕнче вырăн нумай. Сахал пулсан: „Сирĕн валли вырăн хатĕрлеме каятăп.

(3) Унта кайса сирĕн валли вырăн хатĕрлесен каллех тавăрăнăп. Вара сире, Хампа пĕрле пулччăр тесе, Хам патăма илĕп“, – тенĕ пулăттăм.

(4) Эпĕ ăçта каяссине те, унта каймалли çулне те эсир пĕлетĕр», – тенĕ Иисус.

(5) «Хуçамăр! Эсĕ çта каяссине эпир пĕлместпĕр, – тенĕ Ăна Фома, – апла çулне пирĕн мĕнле пĕлес?»

(6) «Çул та, чăнлăх та, чĕрĕлĕх те – Эпĕ, – тавăрнă ăна Иисус. – Ман урлă каймасан Аттем патне никам та çитеймĕ.

(7) Эсир Мана пĕлнĕ пулсан Аттеме те пĕлĕттĕр. Паянтан вара эсир Ăна пĕлтĕр кăна мар, куртăр та».

(8) «Хуçамăр! Аттемĕре кăтартсам, пире урăх ним те кирлĕ мар», – тенĕ Ăна Филипп.

(9) Иисус ăна çапла каланă: «Эх, Филипп, Эпĕ сирĕнпе мĕн чухлĕ пултăм, çапах та эсĕ Мана пĕлейместĕн-и? Мана курни Аттене те курнă. Мĕншĕн-ха эсĕ тата: „Аттемĕре кăтартсам“, – тетĕн

(10) Эпĕ Аттемре, Аттем Манра пулнине ĕненместĕн-им? Сире калакан сăмахсене Эпĕ Хамран каламастăп. Мĕн тăвассине Манри Аттем Хăй тăвать.

(11) Эпĕ Аттемре тенине те, Аттем Манра тенине те ĕненĕр. Каланине ĕненмесен ĕçĕмсене курса ĕненĕр.

(12) Чăн-чăнах калатăп сире: Мана ĕненекен çын Эпĕ тăвакан ĕçех тăвĕ, унтан та ытларах тума пултарĕ, мĕншĕн тесен Эпĕ Аттем патне каятăп.

(13) Эсир Ман ятăмпа Аттемрен кирек мĕн ыйтсан та, Ывăлĕ урлă Ашшĕ мухтавлă пултăр тесе, эсир мĕн ыйтнине пурнăçлăп.

(14) Ман ятăмпа мĕн те пулин ыйтсан та Эпĕ çавна пурнăçлăп».

Святой Сывлăш çинчен калани

(15) «Мана юрататăр пулсан Манăн пил-хушусене пăхăнса пурăнăр.

(16) Эпĕ Аттеме тархаслăп та, Вăл сирĕн хута кĕме тепĕр Лплантаракана ярĕ. Вăл ĕмĕр-ĕмĕр сирĕнпе пĕрле пулĕ.

(17) Çав Лăплантаракан – чăнлăх Сывлăшĕ. Тĕнче Ăна курмасть те, пĕлмест те, çавăнпа Ăна йышăнаймасть. Эсир вара Ăна пĕлетĕр, мĕншĕн тесен Вăл халĕ те сирĕнпе, малашне те сирĕнтех пулĕ.

(18) Сире тăлăха хăвармăп, Эпĕ каллех килĕп.

(19) Тĕнче Мана курми пуласси нумаях юлмарĕ. Эсир вара Мана яланах курса тăракансем пулăр; мĕншĕн тесен Эпĕ пурăнатăп, эсир те пурăнăр.

(20) Эпĕ Аттемрине, эсир Манрине, Эпĕ сирĕн чунăртине эсир çав кун пĕлĕр.

(21) Кам Ман пил-хушусене асра тытса пурнăçласа тăрать, çав Мана юратать. Мана юратакана Аттем те юратĕ. Мана савакана юратса, Эпĕ ун патне хамах пырăп».

(22) Вара Иуда – Искариот мар, урăххи – Унран ыйтать: «Хуçамăр! Мĕншĕн Эсĕ Хăвна тĕнчене мар, пире кăтартасшăн?»

(23) Иисус ăна хирĕç çапла каланă: «Мана юратакан Эпĕ вĕрентнĕ пек пурăнĕ; ăна Аттем те юратĕ. Вара Эпир Аттепе ун патне пырăпăр та унпа пĕрле пулăпăр.

(24) Мана юратманни Ман сăмаха пурнăçламасть; эсир илтекен сăмах вара Манăн мар, Мана кунта яракан Аттемĕн.

(25) Çакна Эпĕ сире хăвăрпа пĕрле чух калас терĕм.

(26) Ман ятăмпа Аттем сире Лплантаракан Сывлăш ярса парĕ. Çав Святой Сывлăш Эпĕ мĕн каланине сире пĕтĕмпех ăнлантарса парĕ, пĕтĕмпех аса илтерĕ.

(27) Эпĕ сире канăçлăх парса хăваратăп, Хамăн канăçлăхăма сире паратăп. Анчах та вăл çак тĕнчери канăçлăх мар. Аптăраса ан ÿкĕр, ан хăрăр!

(28) „Сирĕн патăртан кайăп та каллех килĕп“ тесе каларăм ĕнтĕ сире. Эсир ăна илтрĕр. Эсир Мана юрататăр пулсан, Эпĕ „Аттем патне каятăп“ тенĕшĕн сирĕн савăнмалла. Мĕншĕн тесен Аттем Манран хăватлăрах.

(29) Çапла вара, мĕн калани пурнăçлансан ĕненччĕр тесе, Эпĕ сире ун çинчен малтанах пĕлтерес терĕм.

(30) Ĕнтĕ Манăн сирĕнпе калаçасси нумаях юлмарĕ, мĕншĕн тесен çак тĕнчен пуçлăхĕ килет. Вăл Манпа хуçаланаймĕ!

(31) Анчах та тĕнчен Эпĕ Аттеме юратнине пĕлмеллех. Çавăнпа та Эпĕ Аттем мĕн хушнине пĕтĕмпех тăватăп. Ĕнтĕ тăрар та кунтан каяр».

Иоанн 15

Христос – чăн-чăн иçĕм çырли авăрĕ

(1) Иисус тата çапла каланă: «Эпĕ – чăн-чăн иçĕм çырли авăрĕ, Аттем вара – пахчаçă.

(2) Çырла туман туратăмсене Вăл касса пăрахать. Çырла тăвакан туратсене Вăл, çырли тата нумайрах пултăр тесе, иртсех, тасатсах тăрать.

(3) Эсир ĕнтĕ ÿкĕтлесе вĕрентнĕ Манăн сăмахăмпа тасалтăр.

(4) Эсир Манра пулăр, Эпĕ сирĕнте пулам. Çырла авăрĕнчен уйăрнă турат çырла тăваймĕ, çавăн пекех эсир те, Манра пулмасан, çимĕç параймăр.

(5) Эпĕ – çырла авăрĕ, эсир – туратсем. Эпĕ унра пулнă пекех, кам та кам Манра, çавă нумай çимĕç парать; мĕншĕн тесен Мансăр эсир нимĕн те тăваймăр.

(6) Кам Манра мар, çавна турата касса пăрахнă пек касса пăрахĕç те, вăл типсе кайĕ. Типĕ туратсене вара пуçтарса вута пăрахаççĕ те, вĕсем çунса каяççĕ.

(7) Эсир Манра пулсан Ман сăмахăмсем те сирĕн ăшăрта пулĕç. Вара мĕн ыйтас тенине ыйтăр, ыйтнине сире парĕç.

(8) Нумай çимĕç кÿнипе эсир Аттеме мухтава кăларăр, çапла майпа эсир Манăн вĕренекенĕмсем пулăр.

(9) Эпĕ сире Хама Аттем юратнă пек юратрăм. Манăн юратулăхăмпа пурăнăр.

(10) Эпĕ Аттем хушнине туса тăнăран Унăн юратулăхĕпе пурăнатăп. Эпĕ хушнине туса тăрсан эсир те Ман юратулăхăмпа пурăнăр.

(11) Çакна Эпĕ савăнăçăм сирĕн савăнăçăр пултăр тесе, çав савăнăç тулли пултăр тесе каларăм.

(12) „Эпĕ сире юратнă пекех, эсир те пĕр-пĕрне юратăр“, – тесе пил-хушу паратăп сире.

(13) Хăйĕн тусĕшĕн чунне панинчен ытларах юратулăх пулма пултараймасть.

(14) Эпĕ хушнине туса тăрсан эсир Манăн тусăмсем пулатăр.

(15) Чура хăйĕн хуçи мĕн тунине пĕлмест, çавăнпа Эпĕ ĕнтĕ сире чурамсем теместĕп. Хам Аттемрен мĕн илтнине Эпĕ сире пĕтĕмпех каласа патăм, çавăнпа сире тусăмсем тетĕп.

(16) Эсир Мана суйласа илмен, Эпĕ сире суйласа илтĕм. Эпĕ сире, тĕнчене тухса, пĕтми çимĕç паччăр тесе суйларăм. Вара эсир Аттемрен Ман ятăмпа кирек мĕн ыйтсан та, Вăл сире парĕ.

(17) Пĕр-пĕрне юратса пурăнма пил-хушу паратăп сире».

Тĕнче курайманни

(18) «Тĕнче сире кураймасть пулсан, вăл сирĕнтен те маларах Мана курайманнине пĕлсе тăрăр.

(19) Эсир çак тĕнче çыннисем пулнă пулсан, хăйĕн çыннисене тĕнче юратĕччĕ. Эпĕ сире тĕнчерен суйласа илсе уйăрнă пирки эсир çак тĕнче çыннисем мар. Çавăнпа та тĕнче сире кураймасть.

(20) „Чура хăйĕн хуçинчен аслă мар“, – тенĕччĕ Эпĕ сире. Çав сăмахсене асра тытăр. Мана хĕсĕрлерĕç пулсан, сире те хĕсĕрлĕç. Манăн сăмахăма упраса усрарĕç пулсан, сирĕнне те упрĕç.

(21) Çавна сире йăлтах Ман ятăмшăн тăвĕç, мĕншĕн тесен тĕнче Мана кунта Яракана пĕлмест.

(22) Эпĕ тĕнчене килмен пулсан, каламан пулсан, вĕсем хăйсем çылăхлине пĕлмĕччĕç. Халĕ вĕсем, çылăхлăскерсем, хăйсене тÿрре кăлараймĕç.

(23) Кам Мана кураймасть, вăл Аттеме те кураймасть.

(24) Эпĕ вĕсене никам тăвайман ĕçсене туса кăтартман пулсан вĕсем хăйсем çылăхлине пĕлмĕччĕç. Халĕ вĕсем Эп тунă ĕçсене курчĕç, пурĕпĕрех Мана та, Аттеме те кураймаççĕ.

(25) Вĕсен саккунĕнче „Мана сăлтавсăрах кураймаççĕ“ тесе çырни пурнăçланма çапла пулмалла та.

(26) Эпĕ Аттемрен анакан чăнлăх Сывлăшне сирĕн патăра ярăп. Çав Лплантаракан Сывлăш сире Ман çинчен çирĕплетсе пĕлтерекенĕ пулĕ.

(27) Эсир те Ман çинчен çирĕплетсе пĕлтерекенсем пулăр, мĕншĕн тесен эсир мĕн пуçламăшĕнченех Манпа пĕрле».

Иоанн 16

(1) «Çакна Эпĕ сире ĕненÿре ан иккĕленччĕр тесе каларăм.

(2) Сире синагогăсенчен хăваласа кăларĕç. Турра юрăхлă ĕç тăватпăр тесе шухăшласах сире вĕлерĕç. Çав вăхăт çывхарать те ĕнтĕ.

(3) Аттеме те, Мана та пĕлменрен вĕсем çапла хăтланĕç.

(4) Çакна Эпĕ сире çав вăхăт çитсен Ман сăмахăмсене аса илччĕр тесе каларăм. Хам сирĕнпе пулнă пирки маларах ун çинчен пĕлтермерĕм».

Святой Сывлăш килесси

(5) «Халĕ ĕнтĕ Эпĕ Хама кунта Яракан патне каятăп. Анчах сирĕнтен пĕри те: „Ăçта каятăн?“ – тесе ыйтмасть.

(6) Çакна каланăран эсир хуйха ÿкнине куратăп.

(7) Анчах та Эпĕ чăннине калатăп: Эпĕ кайсан сире лайăхрах пулĕ. Эпĕ каяс мар пулсан сирĕн патăра Лплантаракан килмĕ. Кайсассăн вара – Эпĕ ăна сирĕн патăра ярăп.

(8) Лăплантаракан Сывлăш килĕ те – çылăх çинчен, тĕрĕслĕх çинчен, суд çинчен тĕнче тĕрĕс мар шутланине кăтартса парĕ.

(9) Сывлăш çынсем çылăхлă пулнине кăтартса парĕ, мĕншĕн тесен вĕсем Мана ĕненмеççĕ.

(10) Эпĕ тÿрĕ пулнине те Сывлăш кăтартса парĕ, мĕншĕн тесен Эпĕ Аттем патне каятăп, эсир Мана урăх кураяс çук.

(11) Турă сучĕ пуррине те Сывлăш кăтартса парĕ, мĕншĕн тесен çак тĕнчен пуçлăхне айăпланă ĕнтĕ.

(12) Калас сăмахăм татах нумай, анчах та эсир халĕ пурне те ăнланаймăр.

(13) Чăнлăх çулне эсир чăнлăх Сывлăшĕ килсен çеç тупăр. Мĕншĕн тесен Вăл Хăй ячĕпе мар, мĕн илтнине калĕ, пуласлăх çинчен пĕлтерĕ.

(14) Сывлăш Мана мухтава кăларĕ, мĕншĕн тесен сире мĕн пĕлтерессине Вăл Манран илĕ.

(15) Аттемĕн мĕн пурри пĕтĕмпех Манăн. „Манран мĕн илтнине сире Сывлăш пĕлтерĕ“ тесе çавăнпа каларăм та».

Хуйхă савăнăçпа ылмашĕ

(16) «Кĕçех ĕнтĕ эсир Мана кураймăр. Тепĕртакран Мана каллех курăр, мĕншĕн тесен Эпĕ Аттем патне каятăп».

(17) Çавăн чухне хăш-пĕр вĕренекенĕсем пĕр-пĕрне каланă: «Мĕн тесшĕн ара Вăл? „Кĕçех ĕнтĕ эсир Мана кураймăр. Тепĕртакран Мана каллех курăр“, – тет. Тата: „Эпĕ Аттем патне каятăп“ – тет.

(18) „Кĕçех ĕнтĕ“ тенине тата мĕнле ăнланмалла-ши? Тем калать Вăл, ним те ăнланмастпăр», – тенĕ вара вĕсем.

(19) Хăйĕнчен мĕн ыйтасшăн пулнине пĕлсе Иисус çапла каланă: «Кĕçех ĕнтĕ эсир Мана кураймăр, тепĕртакран каллех курăр, терĕм Эпĕ. Эсир пĕр-пĕринпе çавăн çинчен калаçатăр-и?

(20) Чăн-чăнах калатăп сире: эсир ĕсĕклесе йĕрĕр, ÿлесе макăрăр, анчах та тĕнче савăнĕ. Эсир хуйха ÿкĕр, анчах та сирĕн хуйхăр савăнăçпа ылмашĕ.

(21) Ача çуратнă чухне хĕрарăм тертленет, мĕншĕн тесессĕн унăн асап вăхăчĕ çитнĕ. Анчах та, ачине çуратсан, тĕнчене çын килнишĕн савăннипе вăл терчĕ çинчен манса каять.

(22) Çавнашкалах эсир те халĕ тертленетĕр. Акă Эпĕ тепĕртакран сире курăп та, сирĕн чĕрĕрсем савăнăçпа тулĕç. Çав савăнăçа сирĕнтен никам та туртса илеймĕ.

(23) Çав кун вара эсир Манран нимĕн çинчен те ыйтмăр. Чăн-чăнах калатăп сире: Ман ятăмпа Аттемрен кирек мĕн ыйтсан та, Вăл сире парĕ.

(24) Халиччен эсир Ман ятăмпа нимĕн те ыйтманччĕ-ха. Ыйтăр – савăнăçăр тулли пултăр тесе сире мĕн ыйтнине парĕç».

Христос тĕнчене çĕнтерни

(25) «Халиччен Эпĕ сире ытарлăн калаттăм. Аттем çинчен уççăн калас вăхăт, ытарлăхсем калама пăрахас вăхăт çитсе пырать ĕнтĕ.

(26) Çав кун эсир Аттемрен Ман ятăмпа ыйтăр. Сирĕншĕн Аттеме тархаслăп теместĕп,

(27) мĕншĕн тесен эсир Мана юратнăран, Эпĕ Турă патĕнчен килнине ĕненнĕрен сире Аттем Хăй те юратать.

(28) Эпĕ, Аттем патĕнчен тухса, тĕнчене килтĕм. Халĕ вара, тĕнчене хăварса, каллех Аттем патне каятăп».

(29) «Акă Эсĕ халĕ ытарлăн мар, уççăн калатăн, – тенĕ Иисуса вĕренекенĕсем.

(30) – Ĕнтĕ эпир Эсĕ йăлтах пĕлсе тăнине куратпăр. Эпир çăвар уçичченех Эсĕ Хăвăнтан мĕн ыйтасса пĕлетĕн. Çавăнпа Эсĕ Турă патĕнчен килнине ĕненетпĕр».

(31) «Тинех ĕненетĕр-и? – тенĕ вĕсене Иисус.

(32) – Акă эсир Мана пĕччен хăварса тĕрлĕ еннелле саланас вăхăт çывхарать, çав вăхăт çитрĕ те ĕнтĕ. Анчах та Аттем Манпа пулнăран Эпĕ пĕччен мар.

(33) Çакна Эпĕ сире чун канăçлăхне Манра тупăр тесе каларăм. Ку тĕнче сирĕншĕн хуйхă-суйхăллă пулĕ, çапах çирĕп кăмăллă пулăр: Эпĕ тĕнчене çĕнтертĕм».

Иоанн 17

Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсемшĕн кĕлтуни

(1) Çак сăмахсем хыççăн Иисус çÿлелле пăхнă та çапла каланă: «Эй, Аттем! Вăхăт çитрĕ ĕнтĕ: Хăвăн Ывăлу Сана мухтава кăлартăр тесе Ывăлна мухтава кăлар.

(2) Эсĕ Ăна пур этемпе те пуç пулма ирĕк панă пекех, Вăл та Эсĕ шанса панисене пурне те ĕмĕрлĕх пурăнăç парĕ.

(3) Сана, пĕртен-пĕр чăн Турра, пĕлни тата Ху кунта янă Иисус Христоса пĕлни ĕмĕрлĕх пурăнăç пулать те ĕнтĕ.

(4) Эпĕ çĕр çинче Сана мухтава кăлартăм, Эсĕ Мана тума хушнă ĕçе пурнăçларăм.

(5) Эй, Аттем! Тĕнче пуличченех Сан патăнта Эпĕ мухтавлăччĕ. Халĕ Эсĕ Мана татах Хăвăн патăнти мухтавлăхна кăтарт.

(6) Эсĕ çак тĕнчери çынсене Мана патăн. Эпĕ вĕсене Санăн ятна пĕлтертĕм. Вĕсем Санăн çыннусемччĕ, Эсĕ вĕсене Мана патăн. Вĕсем Санăн сăмахна упраса хăварчĕç.

(7) Эсĕ Мана пани пĕтĕмпех Санăн иккенне халĕ ĕнтĕ вĕсем ăнланса илчĕç.

(8) Мĕншĕн тесен Эсĕ Мана панă сăмахсене Эпĕ вĕсене патăм. Çав сăмахсене вĕсем йышăнчĕç. Вара Эпĕ Сан патăнтан килнине чăнласах ăнланчĕç, Мана Эсĕ янине ĕненчĕç.

(9) Эпĕ вĕсемшĕн тархаслатăп. Пĕтĕм тĕнчешĕн мар, Эсĕ Мана панисемшĕн кĕлтăватăп, мĕншĕн тесен вĕсем – Санăн.

(10) Манăн мĕн пурри те – Санăн. Санăнни те – Манăн. Вĕсене пула Эпĕ мухтавлă пултăм.

(11) Эпĕ ĕнтĕ тĕнчере мар, вĕсем вара тĕнчерех-ха. Эпĕ Сан патна пыма тухатăп. Эй, Святой Аттем! Вĕсем те Пирĕн пекех пĕр пулччăр тесе Эсĕ Мана панă Хăвăн ятупа вĕсене упрасамччĕ.

(12) Эпĕ вĕсемпе пĕрле тĕнчере чухне Эсĕ панисенчен пĕри те вилмерĕ. Çырнинчи пурнăçлантăр тесе, пĕтеслĕх ывăлĕсĕр пуçне, ыттисене Эпĕ пурне те Санăн ятупа упраса хăвартăм.

(13) Халĕ ĕнтĕ Сан патна пыратăп. Манăн тулли савăнăçăмпа вĕсен чĕрисем тулччăр тесе çакна Эпĕ тĕнчере чухне калатăп.

(14) Эпĕ Сан сăмахна вĕсене каласа патăм. Вĕсем те Ман пекех ку тĕнче çыннисем пулманран тĕнче вĕсене курайми пулчĕ.

(15) Эсĕ вĕсене ку тĕнчерен илсемччĕ тесе кĕлтумастăп, усал-тĕселтен сыхласа хăварсамччĕ тесе кĕлтăватăп.

(16) Вĕсем те Ман пекех ку тĕнче çыннисем мар.

(17) Вĕсене Хăвăн чăнлăхупа сăвапласа тасат: Санăн сăмаху – чăнлăх.

(18) Эсĕ Мана тĕнчене янă пекех, Эпĕ те вĕсене тĕнчене ятăм.

(19) Вĕсем те Санăн чăнлăхупа тасалччăр тесе Хама Эпĕ вĕсемшĕн паратăп.

(20) Вĕсемшĕн анчах кĕлтумастăп. Вĕсен сăмахне итлесе Мана ĕненекен кашни çыншăн кĕлтăватăп.

(21) Пурте пĕр пулччăр. Эй, Аттем, Эсĕ Манра пулнă пек, Эпĕ Санра пулнă пек, вĕсем те Пирĕнте пĕр пулччăр тесе, Мана Эсĕ янине тĕнче ĕнентĕр тесе кĕлтăватăп.

(22) Эпир пĕр пулнă пек, вĕсем те пĕр пулччăр тесе, Эсĕ Мана панă мухтава вĕсене патăм.

(23) Эпĕ – вĕсенче, Эсĕ те – Манра. Вĕсем те чăннипех пĕр пулччăр. Мана Эсĕ янине тата Эсĕ вĕсене Мана юратнă пекех юратнине тĕнче пĕлтĕр.

(24) Эй, Аттем! Эсĕ Мана панисем те Эпĕ ăçта, çавăнта Манпа пĕрлех пулччăр. Эсĕ Мана тĕнчене пултаричченех юратса панă мухтава вĕсем те курччăр.

(25) Эй, тÿрĕлĕхлĕ Аттем! Тĕнче Сана пĕлмерĕ, анчах та Эпĕ Сана пĕлтĕм. Кусем те Мана Эсĕ янине пĕлчĕç.

(26) Вара Эпĕ вĕсене Санăн ятна пĕлтертĕм. Эсĕ Мана юратни те вĕсенче пултăр тесе, çапла майпа Эпĕ те вĕсенче пулам тесе, малашне те вĕсене пĕлтерсех тăрăп».

Иоанн 18

Иисуса тытни

(1) Кĕлĕ туса пĕтерсен Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсемпе Кедрон айлăмĕн тепĕр енне кайнă, унта сад пулнă. Иисус вĕренекенĕсемпе пĕрле çав сада кĕнĕ.

(2) Иисус унта Хăйĕн вĕренекенĕсемпе час-часах çÿрекеленĕ, çавăнпа вăл вырăн пирки Ăна тытса паракан Иуда та пĕлнĕ.

(3) Çапла вара, Иуда пĕр ушкăн салтака тата аслă священниксемпе фарисейсен тарçисене ертсе унта пынă. Пурте вĕсем хунарсемпе çутаткăçсем йăтнă, хĕçсемпе пулнă.

(4) Иисус, Хăйĕнпе мĕн пуласса йăлтах пĕлсе тăрса, вĕсене хирĕç тухнă та çапла каланă: «Кама шыратăр?»

(5) «Назорей Иисуса», – тенĕ лешсем. «Эпĕ-ха Вăл», – тенĕ Иисус. Ăна тытса паракан Иуда та çав ушкăнрах тăнă.

(6) Иисус «Эпĕ-ха Вăл» тенине илтсессĕнех вĕсем каялла чакнă та, ÿксе, çĕр çумне лăпчăннă.

(7) Вăл вĕсенчен каллех: «Кама шыратăр?» – тесе ыйтнă. «Назорей Иисуса», – тенĕ лешсем.

(8) «Эпĕ-ха Вăл тесе каларăм-çке сире, – тавăрнă Иисус. – Мана шыратăр пулсан эппин ыттисене ан тивĕр, вĕсене кайма ирĕк парăр».

(9) Çапла майпа „Эсĕ Мана панисене Эпĕ пурне те упраса хăвартăм“ тесе маларах калани пурнăçланнă.

(10) Петр текен Симонăн хĕç пулнă. Вăл хĕçне туртса кăларнă та аслă священник чури çине сулса ярса унăн сылтăм хăлхине касса татнă. Çав чура Малх ятлă пулнă.

(11) «Хĕçне йĕннине чиксе хур, – тенĕ Иисус Петра. – Аттем панă асап куркине Манăн ĕçмелле марччĕ-им вара?»

(12) Унтан салтаксемпе пинпÿ тата иудейсен тарçисем Иисуса тытса çыхнă.

(13) Ăна малтанах Анна патне илсе пынă. Анна вăл çав çул аслă священникра ларакан Каиафăн хуньшĕ пулнă.

(14) «Халăх ырлăхĕшĕн пĕр çын пĕтни лайăхрах» тесе иудейсене маларах канаш параканни шăпах çав Каиафа пулнă.

Петр Иисуса пĕлмĕш пулни

(15) Иисус хыçĕнчен Петр текен Симонпа тепĕр вĕренекенĕ пынă. Çав вĕренекенне аслă священник палланă, çавăнпа вăл Иисуспа пĕрле аслă священник картишне кĕме пултарнă.

(16) Петр тулта, хапха умĕнче, тăнă. Кштахран аслă священник палланă хайхи вĕренекен тухнă та, хапха асăрхаса тăракан хĕрарăмпа калаçса илсе, Петра та шала кĕртнĕ.

(17) Вара çав хĕрарăм чура Петра каланă: «Эсĕ те Çак Çыннăн вĕренекенĕ мар-и-ха?» «Çу-ук», – тавăрнă Петр.

(18) Çанталăк сивĕ пулнăран тарçăсемпе чурасем вут хурса ăшăнса тăнă. Петр та вĕсемпе пĕрле пулнă.

Аслă священник Иисуса тĕпчени

(19) Аслă священник Иисусран Унăн вĕренекенĕсем çинчен, Унăн вĕрентĕвĕ çинчен ыйтнă.

(20) «Эпĕ пĕтĕм халăха уççăнах вĕрентрĕм, – тенĕ ăна Иисус. – Эпĕ сăмахăма иудейсем ялан пуçтарăнакан синагогăсенче, Турă Çуртĕнче каларăм, вăрттăн нимĕн те вĕрентмен.

(21) Эсĕ мĕншĕн Манран ыйтатăн? Эпĕ мĕн каланине итленĕ çынсенчен кайса ыйт. Эпĕ мĕн вĕрентнине вĕсем пĕлеççĕ».

(22) Çак сăмахсене илтсен юнашар тăракан тарçăсенчен пĕри Ăна питĕнчен çупса янă. «Эсĕ аслă священника çапла хуравлатăн-и-ха?» – тенĕ вăл.

(23) «Эпĕ тĕрĕс мар каларăм пулсан мĕн тĕрĕс маррине ăнлантарса пар, – тавăрнă ăна Иисус. – Эпĕ тĕрĕсех каларăм пулсан эсĕ Мана мĕншĕн çапатăн?»

(24) Анна вара Иисуса, çыхнăскере, Каиафа ятлă аслă священник патне илсе кайма хушнă.

Петр каллех Иисуса пĕлмĕш пулни

(25) Петр текен Симон кăвайт умĕнчех ăшăнса тăнă. «Эсĕ те Унăн вĕренекенĕ мар-и-ха?» – ыйтнă унран çавăнта татах. «Çук, çук», – тунса каланă Петр.

(26) Аслă священникăн чурисенчен пĕри, хайхи хăлхине Петр касса татнин тăванĕ, çапла ыйтнă: «Эпĕ сана садра Унпа пĕрле курманччĕ-и-ха?»

(27) Петр каллех Иисуса пĕлмĕш пулнă. Çав самантра автан авăтса янă.

Иисус Пилат патĕнче

(28) Ирпе ирех иудейсем Иисуса Каиафа патĕнчен преторине илсе пынă. Ирсĕрленес мар тесе вĕсем преторине кĕмен, мĕншĕн тесен хăйсен йăлипе каçхине пасха апачĕ çимелле пулнă.

(29) Çавăнпа та Пилат хăй вĕсенчен тухса ыйтнă: «Эсир Ку Çынна мĕн пирки айăплатăр?»

(30) Вĕсем ăна хуравланă: «Вăл усал ĕç туман пулсан, эпир Ăна сана тытса памăттăмăр».

(31) «Эсир Ăна илсе кайăр та хăвăр саккунăрпа суд тăвăр», – тенĕ Пилат. «Пирĕн çынна вĕлермеллех айăпламалли ирĕк çук», – тавăрнă ăна иудейсем.

(32) Çапла Иисус Хăй мĕнле вилĕмпе вилесси çинчен малтанах калани пурнăçланнă.

(33) Пилат вара каллех преторине кĕнĕ те Иисуса чĕнсе илсе каланă: «Эсĕ Иудея Патши-и?»

(34) «Эсĕ ху çапла шутлатăн-и е çын сăмахĕпе Ман пирки çапла калатăн?» – ыйтнă Иисус.

(35) «Эпĕ иудей-и-мĕн? – хирĕçленĕ Пилат. – Сана Хăвăн халăхупа аслă священник ман алла тытса пачĕç. Мĕн тунă вара Эсĕ?»

(36) Иисус çапла тавăрнă: «Манăн Патшалăхăм çак тĕнчери мар. Манăн Патшалăхăм çак тĕнчери пулсан, Мана пăхăнса тăракансем Манăн хÿтте кĕнĕ пулĕччĕç, иудейсене тыттармĕччĕç. Анчах та халĕ Манăн Патшалăхăм кунта мар».

(37) «Эппин Эсĕ Патшах-и?» – тенĕ Ăна Пилат. «Эпĕ Патша тесе эсĕ каларăн, – тавăрнă Иисус. – Эпĕ чăнлăх çинчен каласа пĕлтерме çуралнă, çавăншăн тĕнчене килнĕ. Чăнлăхлă кашни çын Ман сасса итлет».

(38) «Мĕн вăл чăнлăх?» – тенĕ Ăна Пилат.

Иисуса вĕлерме ыйтни

Çак сăмахсем хыççăн вăл каллех иудейсем патне тухнă та каланă: «Ку Çынна айăплама эпĕ нимĕнле сăлтав та тупмастăп.

(39) Сирĕн йăлăрпа манăн пасха уявĕ тĕлне тĕрмери пĕр çынна кăларса яма ирĕк пур. Эсир хирĕç мар пулсан, Иудея Патши текеннине кăларса ярăп».

(40) Вара пурте каллех: «Ăна мар, Вараввăна кăларса яр!» – тесе кăшкăрнă. Варавва ятли вăрă-хурах пулнă.

Иоанн 19

(1) Пилат вара Иисуса хурал аллине панă та хĕнеме хушнă.

(2) Салтаксем йĕплĕ кÿкен хуллинчен пуç кăшăлĕ çыхса ăна Иисус пуçне тăхăнтартнă, çине патшалла хĕрлĕ тум уртса янă.

(3) «Сывă пултăр иудейсен Патши!» – тесе вĕсем Иисуса çупа-çупа янă.

(4) Пилат вĕсене каллех тухса каланă: «Вăл айăплă маррине пĕлтерме Ăна эпĕ сирĕн патăра кăларттаратăп».

(5) Иисуса вара йĕплĕ кÿкен пуç кăшăлĕпе, вăрăм хĕрлĕ тумпа кăларнă. «Акă вăл Çын», – тенĕ вĕсене Пилат.

(6) Аслă священниксемпе вĕсен тарçисем Ăна курсанах: «Пталаттар Ăна, пăталаттар!» – тесе кăшкăрнă. «Эпĕ Унра нимĕнле айăп та тупмастăп, тытăр та хăвăр пăталăр», – тенĕ вĕсене Пилат.

(7) «Пирĕн хамăрăн саккун, – тавăрнă ăна иудейсем. – Хăйне Турă Ывăлĕ тесе каланăшăн Ăна пирĕн саккунпа вĕлермелле».

(8) Çак сăмахсене илтсен Пилат тата ытларах хăраса ÿкнĕ.

(9) Вăл каллех преторине кĕнĕ те Иисусран ыйтнă: «Эсĕ ăçтисем пулатăн?» Иисус нимĕн те каламан.

(10) «Эсĕ манпа та калаçасшăн мар-и? – тенĕ вара Ăна Пилат. – Пĕлместĕн-им, манăн Сана пăталаттарма та ирĕкĕм пур, кăларса яма та ирĕкĕм пур».

(11) «Çÿлтен паман пулсан санăн Манпа пуç пулма нимĕнле ирĕк те пулас çукчĕ, – тавăрнă Иисус, – çавăнпа Мана сан аллуна тытса паракана ытларах çылăх пулĕ».

(12) Çак самантран пуçласа Пилат Иисуса ирĕке кăлармашкăн май шыранă. «Ăна ирĕке ярсан эсĕ императорăн тусĕ те мар вара! Хăйне хăй патша тесе калакан кашни çын – император тăшманĕ!» – тесе кăшкăрашнă иудейсем.

(13) Çак сăмахсене илтсен Пилат Иисуса преторирен илсе тухма хушнă, хăй суд тумалли вырăна ларнă. Чултан купаланă çак çÿллĕ вырăна Лифостротон, еврейла Гаввафа, теççĕ.

(14) Ку ĕнтĕ пасха умĕнхи эрне кун, кăнтăрла тĕлнелле пулнă. «Акă сирĕн Патшăр», – тенĕ Пилат иудейсене.

(15) Анчах та вĕсем: «Атя, хăвăртрах пăталаттар Ăна!» – тесе кăшкăрма пуçланă. «Епле-ха сирĕн Патшăра пăталаттарам?» – тенĕ Пилат. «Императорсăр пуçне пирĕн урăх патша çук», – тавăрнă аслă священниксем.

(16) Вара тин Пилат вĕсене Иисуса пăталама ирĕк панă. Çавăнтах Иисуса тытса илсе кайнă.

Иисус Христоса пăталани

(17) Иисус, Хăйĕн хĕресне çĕклесе, «Пуç купташки» текен вырăна çитнĕ, еврейла ăна Голгофа теççĕ.

(18) Хĕрес çумне те Ăна çавăнтах пăталанă. Унпа пĕрле тепĕр икĕ çынна пăталанă; варринчи хĕрес çине – Иисуса, тепĕр иккĕшне вара Унран икĕ енне.

(19) Хĕрес çумне тата хăма татăкĕ çапса хунă. Хăми çине Пилат çапла çыртарнă пулнă: «Иудея Патши, Назорей Иисус».

(20) Иисуса пăталанă вырăн хула хĕрринчех пулнă. Çавăнпа хĕрес çине мĕн çырнине иудейсенчен нумайăшĕ вуланă. Çырма вара еврейла, грекла тата латинла çырнă пулнă.

(21) Иудейсен аслă священникĕсем Пилата ÿпкелешнĕ: «„Иудея Патши“ тесе мар, „Вăл Хăйне Иудея Патши тесе каланă“, – тесе çырмаллаччĕ».

(22) «Эпĕ мĕнле çыртарнă, çаплах пултăр», – тавăрнă Пилат.

(23) Иисуса хĕрес çумне пăталасан салтаксем Унăн тумтирне илсе тăватă пая уйăрнă. Кашни салтака пĕрер пай лекнĕ. Вĕсем Унăн хитонне те илнĕ, ăна вара çĕлемесĕр тĕртсе тунă пулнă.

(24) Çавăнпа вĕсем çапла калаçса татăлнă: «Хитонне çурас мар, шăпа ярас: кама шăпа тухать, çавă илтĕр». Çапла майпа Çырнинче «тумтирĕме илчĕç те хăйсем хушшинче уйăрчĕç, кĕпене вара шăпа ярса валеçрĕç» тесе калани пурнăçланнă. Салтаксем çавăн пек тунă та.

(25) Иисуса пăталанă хĕрес патĕнче Унăн Амăшĕ, Амăшĕн аппăшĕ, Клеопа Марийи тата Мария Магдалина тăнă.

(26) Иисус Хăйĕн Амăшне тата çавăнта тăракан юратнă вĕренекенне асăрхасан Амăшне каланă: «Акă Санăн ывăлу».

(27) «Акă санăн Аннÿ», – тенĕ унтан вĕренекенне. Çав вăхăтран вара çак вĕренекен Иисус Амăшне хăй патне илнĕ.

Иисус Христос вилĕмĕ

(28) Çавăн хыççăн Иисус, пĕтĕмпех пурнăçланнине кура, Çырнинче калани пулса çиттĕр тесе, çапла каланă: «Ăшăм хыпрĕ».

(29) Çавăнта хĕрхÿлентернĕ хĕрлĕ эрех тултарнă кăкшăм ларнă. Салтаксем çав шĕвеке сăхтарнă мунчалана иссоп патакки вĕçне тирсе Унăн çăварĕ патне илсе пынă.

(30) Хĕрхÿлентернĕ хĕрлĕ эрех тутанса пăхсан Иисус каланă: «Мĕн пулмалли пулчĕ!» Вара Унăн пуçĕ лăштăрах усăннă та, юлашки сывлăшĕ тухнă.

(31) Ку ĕç эрне кун пулнăран иудейсем вилесене хĕрес çинче шăмат кунччен – вăл шăмат кун иудейсен мăн кунĕ пулнă – хăварасшăн пулман. Çавăнпа вĕсем пăталанă çынсен ури тунисене çапса ватса хĕрес çинчен антарма Пилатран ыйтнă.

(32) Вара салтаксем пынă та Иисуспа пĕрле пăталанисенне иккĕшĕнне те ури тунисене çапса ватнă.

(33) Иисус тĕлне çитсен салтаксем Вăл вилнине курнă та Унăн урисене ватас темен.

(34) Анчах та пĕр салтакĕ Ăна аякĕнчен сăнăпа чикнĕ, çавăнтах юнпа шыв юхса тухнă.

(35) Сире çакна хăй куçĕпе хăй курнă çын çирĕплетсе пĕлтерет, вăл çирĕплетсе калани чăн. Сире ĕнентересшĕн хăй чăн каланине вăл пĕлет.

(36) Çапла майпа Çырнинче «Унăн пĕр шăммине те çапса ватмĕç» тени пурнăçланнă.

(37) Çырнинче тепĕр тĕлте çапла калани те пур: «Хăйсем сăнăпа Чикни çине пăхĕç».

Иисуса пытарни

(38) Каярахпа Аримафейăра çуралса ÿснĕ Иосиф Иисус ÿтне хĕрес çинчен илме Пилатран ирĕк ыйтнă. Иисусăн вĕренекенĕ пулнă пулин те, иудейсенчен хăранипе çакна Иосиф палăртман. Пилат ăна ирĕк панă. Вара вăл Иисус ÿтне пырса илсе кайнă.

(39) Иосифпа пĕрле тата пĕррехинче Иисус патне çĕрле вăрттăн пынă Никодим та пулнă. Вăл икĕ пăта яхăн алоэпе смирна хутăшĕ илсе пынă.

(40) Çапла вара вĕсем иудейсен йăлипе Иисус ÿтне ырă шăршăллă çу сĕрнĕ пирпе чĕркенĕ.

(41) Иисуса пăталанă вырăнтан инçех те мар сад ÿснĕ. Çав садра унччен пĕр виле те пытарман çĕнĕ тупăклăх пулнă.

(42) Тепĕр кунне шăмат кун – иудейсен канмалли кунĕ – пулнăран тата тупăклăх çывăх пулнăран Иисуса çавăнтах пытарнă.

Иоанн 20

Иисус чĕрĕлсе тăни

(1) Эрнен малтанхи кунĕнче Мария Магдалина тул çутăлса çитнĕ-çитменех тупăклăх патне пынă. Пхнă та – курах кайнă: шăтăка хупланă чула такам йăвантарса янă.

(2) Вара вăл хăвăртрах Петр текен Симон патне тата Иисус юратнă тепĕр вĕренекен патне чупнă. «Хуçамăра тупăклăхран илсе кайнă, ăçта илсе кайнине те пĕлместпĕр», – тенĕ вĕсене Мария Магдалина.

(3) Петрпа тепĕр вĕренекен çав самантрах тухнă та тупăклăх патне васканă.

(4) Иккĕшĕ те пĕрлех чупма пуçланă пулин те, леш вĕренекенĕ, Петртан хытăрах чупса, Иисуса пытарнă вырăна маларах çитнĕ.

(5) Вăл шăтăкран пĕшкĕнсе пăхнă та пирсем выртнине асăрханă. Çапах та хăй шала кĕмен.

(6) Петр текен Симон та ун хыççăн чупса çитнĕ. Вăл тупăклăха кĕнĕ те унта Иисус ÿтне чĕркенĕ пирсем

(7) тата Иисусăн пуçне витнĕ тутăр выртнине кăна асăрханă. Чĕркенĕ тутăр пирсенчен уйрăм выртнă.

(8) Вара тупăклăх патне маларах çитнĕ вĕренекенĕ те шала кĕнĕ, çаксене курсассăн вăл Хуçамăр вилĕмрен чĕрĕлнине ĕненнĕ.

(9) Çырнинче Иисусăн вилĕмрен чĕрĕлсе тăмалла тесе каланине вĕсем ун чухне пĕлмен-ха.

(10) Вара вĕренекенĕсем каллех хăйсем патне тавăрăннă.

Иисус Мария Магдалинăна курăнни

(11) Мария тупăклăх умĕнче йĕрсе тăнă. Çапла йĕре-йĕрех вăл çĕр хăвăлне пĕшкĕнсе пăхнă.

(12) Вăл унта шурă тумлă икĕ ангел ларнине курах кайнă. Пĕри Иисус выртнă тĕлте пуç вĕçĕнче, тепри ура вĕçĕнче ларнă.

(13) «Эй, хĕрарăм, мĕншĕн йĕретĕн?» – тенĕ ăна ангелсем. «Хуçама илсе кайнăшăн, Ăна ăçта хунине те пĕлменшĕн йĕретĕп», – тенĕ вĕсене Мария.

(14) Çапла каласан вăл хыçалалла çавăрăнса пăхнă та Иисус тăнине курнă. Анчах та Мария Иисуса палласа илеймен.

(15) «Эй, хĕрарăм! Мĕншĕн йĕретĕн? Кама шыратăн?» – тенĕ ăна Иисус. Ку пахчаçă пулĕ-ха тесе, Мария Ăна çапла каланă: «Эй, ырă Çыннăм! Эсĕ Унăн ÿтне илсе кайнă пулсан, ăçта хунине каласамччĕ. Эпĕ Ăна кайса илĕттĕм».

(16) «Мария!» – тенĕ ăна Иисус. Мария çавăрăнса пăхнă та: «Раввуни!» – тесе кăшкăрса янă. Çакă: «Вĕрентекен!» тенине пĕлтерет.

(17) «Ман çума ан сĕртĕн, – тенĕ ăна Иисус, – мĕншĕн тесен Эпĕ Хам Аттем патне çĕкленмен-ха. Эсĕ Манăн ĕненекен тăванăмсем патне кай та çакăн çинчен пĕлтер: Эпĕ Хамăн Аттем патне, сирĕн Аçăр патне; Хамăн Туррăм патне, сирĕн Туррăр патне çĕкленетĕп».

(18) Мария Магдалина вĕренекенсем патне кайнă та: «Эпĕ Хуçамăра куртăм!» – тесе хыпарланă. Иисус хăйне мĕн каланине те вăл йăлтах каласа кăтартнă.

Иисус вĕренекенĕсене курăнни

(19) Çав вырсарни каçах, вĕренекенĕсем иудейсенчен хăранипе хăйсем пуçтарăннă пÿрт алăкне питĕрсе ларнă чухне, вĕсем хăйсем хушшинче Иисус тăнине курах кайнă. «Канăçлăх пултăр сире!» – тенĕ Вăл.

(20) Çапла каласан Иисус вĕсене Хăйĕн алли-урине, аякне кăтартнă. Хуçамăра курсан вĕренекенĕсем питĕ савăнса кайнă.

(21) «Канăçлăх пултăр сире! – саламланă вĕсене Иисус тепĕр хут. – Ĕнтĕ Аттем Мана сире вĕрентме янă пекех, Эпĕ те сире ыттисене вĕрентме яратăп».

(22) Çавăн хыççăн Иисус вĕсем çине вĕрнĕ те çапла каланă: «Манран çак Святой Сывлăша йышăнăр.

(23) Эсир камăн çылăхĕсене каçарăр, унăн каçарăнĕç; камăнне каçармăр, унăн каçарăнмĕç».

(24) Вун иккĕшĕнчен пĕри, Йĕкĕреш текен Фома, Иисус пÿрте кĕрсе тăнă чухне унта вĕсемпе пулман.

(25) «Эпир Хуçамăра куртăмăр!» – тенĕ ăна ытти вĕренекенĕсем. «Пталасан суранланнă аллисене, аяк пĕрчисене тытса пăхмасăр ĕненместĕпех!» – тенĕ Фома ыттисене.

Иисуспа Фома

(26) Тепĕр сакăр кунран Унăн вĕренекенĕсем каллех пĕр пÿртре пуçтарăннă. Фома та вĕсемпе пĕрлех пулнă. Çапла питĕрĕнсе ларнă чухне Иисус кĕрсе тăнă та вĕсен умне тухса саламланă: «Канăçлăх пултăр сире!»

(27) Унтан Фомана каланă: «Пÿрнÿсене тăс-ха! Акă Манăн аллăмсем. Халĕ аллуна тăсса Манăн аякăмри сурана сĕртĕн. Ан иккĕлен, ĕнен!»

(28) «Хуçам тата Туррăм!» – теме çеç пултарнă Фома.

(29) Иисус ăна каланă: «Эсĕ Мана курсан тин ĕнентĕн. Курмасăрах ĕненекенсем телейлĕ».

Ку кĕнекен тĕллевĕ

(30) Хăйĕн вĕренекенĕсене Иисус тата нумай хăватсем туса кăтартнă пулнă. Ку кĕнекере вĕсем пирки çырман.

(31) Çаксене сире Иисус вăл Турă Суйласа илни, Турă Ывăлĕ пулнине ĕнентересшĕн, ĕненсен Унăн ячĕпе чĕрĕлĕхлĕ пулччăр тесе çырнă.

Иоанн 21

Иисус вĕренекенĕсене Тивериада тинĕсĕ патĕнче курăнни

(1) Çавăнтан кайран Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене Тивериада тинĕсĕ патĕнче каллех курăннă. Ку ĕç çапла пулса иртнĕ.

(2) Петр текен Симон, Йĕкĕреш текен Фома, Галилейăри Кана çынни Нафанаил, Зеведей ывăлĕсем тата Иисусăн тепĕр икĕ вĕренекенĕ пĕрле пуçтарăннă.

(3) «Эпĕ пулла каятăп», – тенĕ вĕсене Петр текен Симон. «Эпир те пыратпăр», – тенĕ ăна ыттисем. Вара вĕсем кимĕ çине ларса тинĕсе тухнă. Анчах çав каç вĕсем нимĕн те тытайман.

(4) Ирпе ирех Иисус вĕсене çыранта кĕтсе тăнă, анчах вĕренекенĕсем Иисуса паллайман.

(5) «Ачасем, сирĕн çимелли мĕн те пулин пур-и?» – тенĕ вĕсене Иисус. «Çук çав», – тавăрнă вĕренекенĕсем.

(6) «Сĕреке-тетелĕрсене кимĕрен сылтăмарах пăрахăр-ха, вара кĕрĕ», – тесе каланă вĕсене Иисус. Çапла тусан туртса кăлараймиех пулă кĕнĕ.

(7) Иисусăн юратнă вĕренекенĕ вара Петра çапла каланă: «Ку – Хуçамăр вĕт-ха!» Петр текен Симон, çарамасскер, «Ку – Хуçамăр» тенине илтсен, çи-пуçне пилĕк тавра çыхнă та шыва сикнĕ.

(8) Ытти вĕренекенĕсем, тулли сĕреке-тетелĕсене сĕтĕрсе, киммипе çыран хĕрне ишсе пынă. Пуллине вĕсем çырантан инçех те мар, пĕр çитмĕл хăлаçра, тытнă пулнă.

(9) Çыран хĕррине тухсан вĕсем кăвайт çуннине курнă. Тĕлкĕшекен кăвар çине пулă хунă иккен. Унтах çăкăр та пулнă.

(10) «Халĕ ĕнтĕ тытнă пуллăра илсе килĕр», – тенĕ вĕсене Иисус.

(11) Петр текен Симон кайнă та хайхи сĕреке-тетелсене çыран хĕррине сĕтĕрсе кăларнă. Шултра пулă туллиех лекнĕ пулин те, сĕреки çурăлса кайман. Пурĕ çĕр алă виçĕ пулă кĕнĕ пулнă.

(12) «Çиме килĕр», – тенĕ вĕсене Иисус. Ку Иисус пулнине пĕлсе вĕренекенĕсенчен пĕри те Унран: «Эсĕ Кам?» – тесе ыйтма хăйман.

(13) Иисус вĕсем патнерех пынă та çăкăрпа пулă илсе тыттарнă.

(14) Çапла майпа, вилĕмĕнчен чĕрĕлсе тăнă хыççăн Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене виççĕмĕш хут курăннă.

Иисуспа Петр

(15) Çисе ларнă чухне Иисус Петр текен Симона каланă: «Иона ывăлĕ Симон! Эсĕ Мана вĕсенчен те ытларах юрататăн-и?» «Юрататăп, Хуçамăр! – тенĕ Петр. – Эпĕ Сана юратнине Эсĕ Ху та пĕлетĕн». Иисус вара ăна каланă: «Манăн путекĕмсен кĕтÿçи пул».

(16) Иисус унран тата тепĕр хут ыйтнă: «Иона ывăлĕ Симон! Эсĕ Мана юрататăн-и?» «Юрататăп, Хуçамăр! – тенĕ Петр. – Эпĕ Сана юратнине Эсĕ Ху та пĕлетĕн». Иисус ăна каланă: «Манăн сурăхăмсен кĕтÿçи пул».

(17) Виççĕмĕш хут унран ыйтнă: «Иона ывăлĕ Симон! Эсĕ Мана юрататăн-и?» Хăйĕнчен виççĕмĕш хут ыйтнăшăн салхуланса Петр Ăна çапла каланă: «Хуçамăр! Эсĕ пĕтĕмпех пĕлетĕн. Эпĕ Сана юратнине те пĕлетĕн». Иисус каллех каланă: «Манăн сурăхăмсен кĕтÿçи пул.

(18) Чăн-чăнах калатăп сана: çамрăк чухне эсĕ ху тумланаттăн та каяс тенĕ çĕре каяттăн. Анчах та ватăлсан, аллусем лăштăрах кайсан, сана урăххи тумлантарĕ те каяс килмен çĕре çавăтса кайĕ».

(19) Çак сăмахсене Иисус Петр мĕнле вилессе, вилĕмĕпе те Турра мухтава кăларасса систерсе каланă. «Ман хыççăн пыракан пул», – тенĕ унтан Вăл Петра.

Иисуспа Унăн юратнă вĕренекенĕ

(20) Петр каялла çавăрăнса пăхнă та хăйĕн хыççăн Иисусăн юратнă вĕренекенĕ пынине курнă. Ку шăпах ĕнтĕ пĕррехинче, каçхи апат вăхăтĕнче, Иисус кăкăрĕ çумне тĕршĕнсе: «Хуçамăр, Сана тытса параканĕ кам пулĕ?» – тесе ыйтаканни пулнă.

(21) Çав вĕренекене асăрхасан Петр Иисусран: «Хуçамăр, ăна вара мĕн пулĕ?» – тесе ыйтнă.

(22) «Эпĕ ăна Хам тепре киличченех пурăнтарас тетĕп пулсан та, сана мĕн ĕç? – тавăрнă ăна Иисус. – Эсĕ Ман хыççăн пыракан пул».

(23) Акă мĕншĕн ĕнтĕ юлташĕсем хушшинче çав вĕренекенĕ нихăçан та вилмест текен сас-хура сарăлнă. Анчах та Иисус ун пирки нихăçан та вилмест тесе каламан, «Эпĕ ăна Хам тепре киличченех пурăнтарас тетĕп пулсан та, сана мĕн ĕç?» тесе çеç каланă пулнă.

Хыç сăмах

(24) Мĕн пулса иртни çинчен çирĕплетсе пĕлтерекенĕ, çак йĕркесене çыраканĕ – шăпах та ĕнтĕ çав вĕренекен. Вăл çирĕплетсе пĕлтерни чăн, çавна пурте пĕлсе тăратпăр.

(25) Иисус татах тем те пĕр тунă. Çавсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартас пулсан, çырнă кĕнекесем тĕнчене те шăнăçаяс çук тесе шутлатăп. Аминь.

Иоанн Çырнă Таса Евангели” çине 5 шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.