Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Захария Пророк Кĕнеки
1
(1) Дарий патшана ларсан иккĕмĕш çулхине, саккăрмĕш уйăхĕнче, Захарийăна — Аддо ывăлĕн Варахийăн ывăлне, пророка — Çÿлхуçаран сăмах пулнă:
(2) Çÿлхуçа сирĕн аçăрсене питĕ хытă çилленсе çитнĕ,
(3) çавăнпа эсĕ вĕсене кала: Саваоф Çÿлхуçа çапла калать те: Ман енне çаврăнăр, вара Эпĕ те сирĕн енне çаврăнăп, тесе калать Саваоф Çÿлхуçа те.(4) Хăвăрăн аçăрсем пек ан пулăр, ун чухнехи пророксем вĕсене: «Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: усал çулăрсенчен, усал ĕçĕрсенчен пăрăнăр» тесе тархасланă пулин те, вĕсем итлемерĕç, Мана тăнламарĕç, тет Çÿлхуçа.
(5) Ăçта-ха вĕсем — сирĕн аçăрсем? пророкĕсем тата, ĕмĕрех пурăнĕç-и-ха вĕсем?
(6) Анчах Эпĕ Хамăн чурамсене, пророксене, каланă сăмахăмсем, Эпĕ кăтартнă йĕркесем сирĕн аçăрсене çитменччĕ-и вара? вĕсем çапла калатчĕç: «Саваоф Çÿлхуçа хамăр çулсене, хамăр ĕçсене кура пире мĕн тума кăтартса панă, çавăн пек турĕ те ĕнтĕ пире» тетчĕç.
(7) Вунпĕрмĕш уйăхăн çирĕм тăваттăмĕш кунĕнче,— ку вăл шеват уйăхĕ,— Дарий патшана ларсан иккĕмĕш çулхине, Захарийăна — Аддо ывăлĕн Варахийăн ывăлне, пророка — Çÿлхуçаран сăмах пулнă:
(8) çĕрле эпĕ çакна куртăм: акă путланкă вырăнти мирт йывăçĕсем хушшинче çÿрен ут утланнă ар тăрать, ун хыçĕнче — çÿрен, ула, шурă утсем.
(9) Эпĕ каларăм вара: эй хуçамăм, камсем вĕсем? терĕм. Манпа калаçакан Ангел мана каларĕ: эпĕ сана вĕсем кам иккенне кăтартăп, терĕ.
(10) Мирт йывăçĕсем хушшинче тăракан ар каларĕ вара: кусем вĕсем — Çÿлхуçа çĕр тавра çаврăнса килме янисем, терĕ.
(11) Вĕсем мирт йывăçĕсем хушшинче тăракан Çÿлхуçа Ангелне хуравласа каларĕç: эпир çĕр тавра çаврăнтăмăр та куртăмăр, пĕтĕм çĕр çинче çын пурăнать, унта лăпкă, терĕç.
(12) Çÿлхуçа Ангелĕ хуравласа каларĕ: эй Пурне те Тытса Тăракан Çÿлхуçа! Хăçанччен Эсĕ Иерусалима, Иуда хулисене хĕрхенмесĕр тăрăн? ĕнтĕ Эсĕ вĕсене çитмĕл çул çилленсе тăратăн, терĕ.
(13) Çавăн хыççăн манпа калаçакан Ангела Çÿлхуçа ырă сăмахсем, лăплантаракан сăмахсем каларĕ.
(14) Манпа калаçакан Ангел каларĕ вара: пĕлтер те кала: Саваоф Çÿлхуçа çапла калать те: Эпĕ Иерусалимпа Сионшăн питĕ хытă тăтăм та
(15) канлĕхре пурăнакан халăхсене шутсăр вăйлă тарăхрăм, мĕншĕн тесен Эпĕ кăшт çилленнĕ чухне вĕсем татах усалланса кайрĕç.
(16) Çавăнпа Çÿлхуçа çапла калать: Эпĕ Иерусалим енне хĕрхенекен кăмăлпа çаврăнатăп; унта Манăн Çуртăм ÿссе ларĕ, çĕр виçмелли вĕрен Иерусалим тăрăх тăсăлса выртĕ, тет Саваоф Çÿлхуçа.
(17) Тата пĕлтерсе кала: Саваоф Çÿлхуçа çапла калать те: Манăн хуламсем каллех пурлăхпа тулса ларĕç, Çÿлхуçа Сиона лăплантарĕ те каллех Иерусалима суйласа илĕ, тесе калать те.
(18) Эпĕ пуçăма çĕклерĕм те куртăм: акă тăватă мăйрака.
(19) Манпа калаçакан Ангела эпĕ: мĕн ку? терĕм. Вăл мана хуравларĕ: кусем — Иудăна, Израиле тата Иерусалима салатса тăкнă мăйракасем, терĕ.
(20) Кайран Çÿлхуçа мана тăватă ĕçлевçĕне кăтартрĕ.
(21) Эпĕ: вĕсем мĕн тума каяççĕ? терĕм. Вăл мана çапла каларĕ: çав мăйракасем Иудăна салатса тăкнă, çавăнпа ĕнтĕ никам та пуçне çĕклеймест; кусем вара вĕсене хăратма, хăйсен мăйракипе Иудăна салатса ярас тесе çĕкленĕ халăхсен мăйракисене çапса хуçма килчĕç, терĕ.
2
(1) Эпĕ каллех пуçăма çĕклерĕм те куртăм: акă ар тăрать, ун аллинче — çĕр виçмелли вĕрен.
(2) Эпĕ: ăçта каятăн эсĕ? терĕм, вăл мана каларĕ: Иерусалима виçме, унăн анлăшĕпе унăн тăршшĕ мĕнлине курма, терĕ.
(3) Акă манпа калаçакан Ангел каять, тепĕр Ангелĕ ăна хирĕç килет,
(4) лешĕ вара çакна каларĕ: хăвăртрах кил, çак яш ачана кала: Иерусалим питĕ пысăк, ăна виçсе тухма çук; унта халăхĕ те, выльăх-чĕрлĕхĕ те шутсăр нумай, çавăнпа вăл хÿмесĕр хула пулĕ те.
(5) Эпĕ вара, тет Çÿлхуçа, уншăн ун тавра вут хÿме пулăп та ун варринче мухтава тухăп.
(6) Эй, эй! çурçĕрти çĕршывран тарса килĕр, тет Çÿлхуçа: Эпĕ сире тĕнченĕн тăватă енне салатса янăччĕ, тет Çÿлхуçа.
(7) Эй Вавилон хĕрĕ патĕнче пурăнакан Сион, çăлăн.
(8) Ĕнтĕ Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: Мана Вăл хăвăра çаратнă халăхсем патне мухтавшăн ячĕ, мĕншĕн тесен сире тĕкĕнекен Унăн куç шăрçине те тĕкĕнет, тет.
(9) Акă ĕнтĕ Эпĕ аллăма вĕсем çине çĕклĕп, вĕсем хăйсен чурисен тупăшĕ пулса тăрĕç, ун чухне Мана Саваоф Çÿлхуçа янине пĕлĕр вара.
(10) Эй Сион хĕрĕ, савăн та хĕпĕрте! Мĕншĕн тесен акă Эпĕ пырăп та сан хушшуна вырăнаçăп, тет Çÿлхуçа.
(11) Çав кунхине Çÿлхуçа умне тĕрлĕ халăх пырса тăрĕ, вĕсем Манăн халăх пулĕç; Эпĕ сан хушшуна вырăнаçăп, Мана сан патна Саваоф Çÿлхуçа янине пĕлĕн вара.
(12) Çавăн чухне Çÿлхуçа Иудăна, сăваплă çĕр çинчи Хăйĕн еткерлĕхне, Хăйĕн аллине илĕ, каллех Иерусалима суйласа илĕ.
(13) Çÿлхуçа умĕнче пĕтĕм чĕрĕ чун шăп тăтăр! Мĕншĕн тесен Вăл Хăйĕн сăваплă Çуртĕнчен çĕкленет.
3
(1) Вăл вара мана Çÿлхуçа Ангелĕ умĕнче тăракан Иисуса, аслă иерее, тата ăна хирĕçлес тесе унăн сылтăм енче тăракан шуйттана кăтартрĕ.
(2) Çÿлхуçа шуйттана каларĕ: эй шуйттан, Çÿлхуçа чартăр сана, Иерусалима суйласа илнĕ Çÿлхуçа чартăр сана! вут-çулăмран туртса кăларнă вутпуççи мар-и вăл? терĕ.
(3) Иисус вара вараланнă тумтирпеччĕ, вăл Ангел умĕнче тăратчĕ,
(4) Ангел хăйĕн умĕнче тăракансене çапла хуравласа каларĕ: ун çийĕнчен вараланнă тумтирне хывăр, терĕ. Ăна хăйне вара çапла каларĕ: курсам, Эпĕ санăн айăпна каçартăм, сана таса тумтир тăхăнтартатăп, терĕ.
(5) Унтан каларĕ: унăн пуçне таса кидар тăхăнтартăр, терĕ. Вара унăн пуçне таса кидар тăхăнтартрĕç, ăна тумлантарчĕç; Çÿлхуçа Ангелĕ ура çинче тăратчĕ.
(6) Çÿлхуçа Ангелĕ çирĕплетсе парса Иисуса каланă:
(7) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: эсĕ Манăн çулпа çÿрес пулсан, Манăн хуралăмра тăрас пулсан, эсĕ Манăн Çуртăма сут тăвăн, Манăн картишсене астуса тăрăн. Эпĕ сана çакăнта тăраканскерсем хушшинче çÿреме ирĕк парăп.
(8) Эй Иисус, аслă иерей, эсĕ хăв та, сан умăнта ларакан юлташусем те, паллă çынсем, итлесе пĕтерĕр-ха: акă Эпĕ Хамăн чурана, ХУНАВА, илсе килĕп.
(9) Ĕнтĕ Эпĕ Иисус умне хуракан чул акă вăл; çакă пĕр чул çинче çичĕ куç; акă Эпĕ ун çине унăн паллине касса кăларăп, вара çак çĕрĕн çылăхне пĕр кун хушшинче пăрахăçлăп, тет Саваоф Çÿлхуçа.
(10) Çав кун вара эсир пĕрне-пĕри иçĕм йывăçĕ айне, смоква йывăçĕ айне йыхравлатăр, тет Саваоф Çÿлхуçа.
4
(1) Манпа калаçакан Ангел таврăнчĕ те мана çынна ыйхăран вăратнă пек вăратрĕ.
(2) Вăл мана каларĕ: эсĕ мĕн куратăн? терĕ. Эпĕ хуравласа каларăм: акă пĕтĕмпех ылтăнран тунă çутаткăç куратăп, çÿлте йывăç çăвĕ валли курка, çутаткăçăн çичĕ лампада, кашни лампада патне çÿлтен пĕчĕк кĕпçе пырать;
(3) унăн тата çу йывăçĕн икĕ çырли пур, пĕри — куркан сылтăм енче, тепĕри — куркан сулахай енче, терĕм.
(4) Эпĕ хампа калаçакан Ангела çапла хуравласа каларăм: эй хуçамăм, мĕн ку? терĕм.
(5) Манпа калаçакан Ангел мана çапла хуравласа каларĕ: ку мĕн иккенне эсĕ пĕлместĕн-и вара? терĕ. Эпĕ: пĕлместĕп, хуçамăм, терĕм.
(6) Вара мана хуравласа, вăл çапла каларĕ: ку вăл — Çÿлхуçа Зоровавеле калакан сăмах, вăл çакна пĕлтерет: çарпа мар, вăйпа мар, Манăн Сывлăшăмпа, тет Саваоф Çÿлхуçа.
(7) Аслă ту, кам эсĕ Зоровавель умĕнче? эсĕ — тÿремлĕх, вăл вара пурте шавлăн: «ун çинче тивлет, тивлет!» тесе шавласа кăшкăрнă чухне кĕтес чулне илсе тухĕ.
(8) Çÿлхуçаран мана сăмах пулчĕ:
(9) çак Çуртăн никĕсне Зоровавель алли хывнă; ăна ун аллиех туса пĕтерĕ, Мана сирĕн патăра Саваоф Çÿлхуçа янине пĕлĕн вара.
(10) Зоровавель аллинчи çурт тăвакансен тÿркĕçĕ çине çав çичĕ куç — Çÿлхуçанăн пĕтĕм çĕре курса тăракан куçĕсем вĕсем — савăнăçлăн пăхса тăнă чухне çакă куна кам пули-пулмискер теме пултартăр? пÇавăн чухне эпĕ ăна хуравласа çапла каларăм: çутаткăçăн сылтăм енчи тата сулахай енчи çав çу йывăçĕн икĕ çырли мĕне пĕлтерет? терĕм.
(12) Эпĕ тепĕр хут калама тытăнтăм та каларăм ăна: çу йывăçĕн икĕ турачĕ, икĕ пĕчĕк ылтăн кĕпçерен ылтăн юхтарса тăраканскерсем, мĕне пĕлтереççĕ вĕсем? терĕм.
(13) Вăл мана каларĕ: ку мĕнне пĕлместĕн-и эсĕ? терĕ. Эпĕ: пĕлместĕп, хуçамăм, терĕм.
(14) Вăл каларĕ: кусем — çу сĕрнĕ икĕ çын, пĕтĕм çĕр Çÿлхуçийĕ умĕнче тăракансем, терĕ.
5
(1) Эпĕ каллех пуçăма çĕклерĕм те куртăм: акă çыру тĕрки вĕçсе пырать.
(2) Вăл мана каларĕ: эсĕ мĕн куратăн? терĕ. Эпĕ хуравласа каларăм: вĕçсе пыракан çыру тĕрки куратăп; унăн тăршшĕ çирĕм чике, сарлакăшĕ вунă чике, терĕм.
(3) Вăл мана каларĕ: ку вăл пĕтĕм çĕр пичĕ çине янă ылхан; унăн пĕр енне вăрлакан çынсене ылханса çырнă, тепĕр енне улталаса тупа тăвакансене ылханса çырнă.
(4) Эпĕ ăна тĕлне кăтартса ятăм, тет Саваоф Çÿлхуçа, вăл вăрă çуртне те, Манăн ятăмпа улталаса тупа тăваканăн çуртне те кĕрĕ, вĕсенĕн çуртĕнче пулса, вĕсене хăйсене
те, вĕсен йывăçĕсене те, вĕсен чулĕсене те пĕтерсе тăкĕ, терĕ.
(5) Манпа калаçакан Ангел тухрĕ те мана каларĕ: пуçна татах çĕклесе пăх-ха: мĕскер тухать çавă? терĕ.
(6) Эпĕ: мĕн ку? терĕм те, вăл каларĕ: ку вăл ефа тухать, ку вăл — вĕсенĕн пĕтĕм çĕр çинчи сăнарĕ, терĕ.
(7) Акă ĕнтĕ тăхлан катăкĕ çĕкленчĕ, унта, ефа ăшĕнче, пĕр хĕрарăм ларатчĕ.
(8) Ангел çапла каларĕ: ку хĕрарăм — чăн усаллăх, терĕ; унтан ăна ефа варрине ывăтрĕ, ефа шăтăкне хупламашкăн тăхлан катăкĕ ывăтрĕ.
(9) Эпĕ пуçăма çĕклерĕм те куртăм: акă икĕ хĕрарăм курăнса кайрĕ, вĕсенĕн çуначĕсене çил карăнтарнă, çуначĕсем вара аист çуначĕ пекех, вĕсем ефана ярса тытрĕç те çĕрпе пĕлĕт хушшипе илсе кайрĕç.
(10) Эпĕ хампа калаçакан Ангела каларăм: çак ефана вĕсем ăçта çĕклесе каяççĕ? терĕм. пВăл вара мана каларĕ: ун валли Сеннаар çĕрĕнче çурт лартма; пурне те хатĕрлесе çитерсен, ăна унта хăйĕн никĕсĕ çине лартĕç, терĕ.
6
(1) Эпĕ каллех пуçăма çĕклерĕм те — куратăп: акă икĕ ту варринчи хушăкран тăватă çар урапи тухать; тăвĕсем вара пăхăр тусемччĕ.
(2) Пĕрремĕш çар урапине çÿрен утсем, иккĕмĕш çар урапине хура утсем кÿлнĕ; Звиççĕмĕш çар урапине шурă утсем, тăваттăмĕш çар урапине ула утсем, вăйлă утсем, кÿлнĕ.
(4) Калаçу пуçарса, эпĕ хампа калаçакан Ангела каларăм: ку мĕскер, хуçамăм? терĕм.
(5) Ангел мана хуравласа каларĕ: кусем — тÿпенĕн тăватă сывлăшĕ, вĕсем пĕтĕм çĕрĕн Çÿлхуçи умĕнче тăраççĕ.
(6) Хура утсем унта çурçĕрти çĕршыва каяççĕ, шуррисем вĕсем хыççăн пыраççĕ, улисем вара кăнтăрти çĕршыва каяççĕ.
(7) Вăйлисем тухрĕç те пĕтĕм çĕр тăрăх кайма ăнтăлчĕç; вăл каларĕ: кайăр, çĕр тăрăх иртĕр, терĕ. Вĕсем çĕр тăрăх иртрĕç.
(8) Вара вăл мана чĕнсе илчĕ те çапла каларĕ: пăхсам, çурçĕр çĕрне кайма тухнисем çурçĕр çĕрĕнче Манăн сывлăшăма лăплантарчĕç, терĕ.
(9) Çÿлхуçаран мана сăмах пулчĕ:
(10) Хелдай, Товия тата Иедай тыткăнран, Вавилонран, таврăнчĕç. Вĕсенчен ылтăнпа кĕмĕл ил те çав кунах Софония ывăлĕ Иосия патне кай.
(11) Çав ылтăнпа кĕмĕле ил те пуçкăшăль ту, ăна Иоседек ывăлĕ аслă иерей Иисус пуçне тăхăнтарт,
(12) вара ăна кала: Саваоф Çÿлхуçа çапла калать те: акă Ар, Вăл ХУНАВ ятлă, Вăл Хăйĕн тымарĕнчен шăтса тухĕ те Турă Çуртне туса лартĕ, тесе калать те.
(13) Вăл Турă Çуртне туса лартĕ те чап илĕ, Хăйĕн аслă пуканĕ çине ларса пуç пулса тăрĕ; Хăйĕн аслă пуканĕ çинче ларса Вăл священник та пулĕ, пĕринпе тепĕри хушшинче вара канăçлăх килĕшĕвĕ тăрĕ.
(14) Леш пуçкăшăльсем вара Хелемпе Товия валли, Иедайпа Софония ывăлĕ Хен валли пулĕç, асăнмалăх вĕсем Çÿлхуçа Çуртĕнче упранĕç.
(15) Инçетрен килĕç те Çÿлхуçа Çуртне тума хутшăнĕç, эсир вара Саваоф Çÿлхуçа мана сирĕн патăра янине пĕлсе илĕр, ку вăл эсир Çÿлхуçа Туррăр сассине тимлесе итлесессĕн пулĕ.
7
(1) Дарий патшана ларсан тăваттăмĕш çулхине, тăххăрмĕш уйăхăн, хаслев уйăхĕн, тăваттăмĕш кунĕнче, Захарийăна Çÿлхуçаран сăмах пулнă.
(2) Çакă вăл Вефиль халăхĕ Сарецера, Регем-Мелеха тата унăн юлташĕсене Çÿлхуçа умĕнче кĕлтума
(3) тата Саваоф Çÿлхуçа Çуртĕнчи священниксемпе пророксенчен: «чылай çул хушши туса пынă пек, пиллĕкмĕш уйăхра йĕмелле-ши пирĕн, типĕ тытмалла-ши?» тесе ыйтма янă чухне пулнă.
(4) Саваоф Çÿлхуçаран мана сăмах пулчĕ:
(5) çак çĕрĕн пĕтĕм халăхне тата священниксене çапла кала: пиллĕкмĕшпе çиччĕмĕш уйăхсенче, çитмĕл çул хушши ĕнтĕ, типĕ тытса йĕнĕ чухне, Маншăн типĕ тытнă-ши эсир? Маншăн-ши?
(6) Эсир çинĕ вăхăтра, ĕçнĕ вăхăтра хăвăршăн çиместĕр-и вара, хăвăршăн ĕçместĕр-и?
(7) Иерусалимра халăх пурăннă вăхăтрах, хула лăпкă тăнă вăхăтрах, унăн таврашĕнчи
хуласенче те, кăнтăрти çĕршывра та, айлăмра та халăх пурăннă вăхăтрах Çÿлхуçамăр ун чухнехи пророксем урлă çав сăмахсенех каламанччĕ-и вара?
(8) Çÿлхуçаран Захарийăна сăмах пулнă:
(9) ун чухне Саваоф Çÿлхуçа çапла каланă: тÿрĕ сут тăвăр, кашниех хăвăр тăванăра ырăлăх кăтартăр, хĕрхенĕр;
(10) тăлăх арăмпа тăлăх ачана, ютран килнĕ çынпа чухăна ан хĕсĕрлĕр, пĕр-пĕрне хирĕç хăвăр ăшăрта усал шухăш ан тытăр, тенĕ.
(11) Анчах вĕсем тăнласшăн пулмарĕç, Манран уйăрăлса кайрĕç, илтес мар тесе, хăйсен хăлхине мăкларĕç.
(12) Саккуна тата Саваоф Çÿлхуçа Хăйĕн Сывлăшĕпе ун чухнехи пророксем урлă каланă сăмахсене илтес мар тесе, чĕрине чуллантарса ячĕç; çавăншăн ĕнтĕ вĕсене Саваоф Çÿлхуçанăн хаяр çилли çитрĕ.
(13) Çапла пулчĕ те вара: Вăл тархасланă — вĕсем итлемен, вĕсем тархасларĕç те — Эпĕ итлемерĕм, тет Саваоф Çÿлхуçа.
(14) Эпĕ вара вĕсене хăйсем пĕлмен халăхсем хушшине салатса ятăм, çак çĕр те вĕсем хыççăн пушанса юлчĕ, çавăнпа ĕнтĕ ун тăрăх никам та унталла та, кунталла та çÿремерĕ, çапла вĕсем ытарайми çĕршыва пушхир туса хучĕç.
8
(1) Саваоф Çÿлхуçаран сăмах пулнă:
(2) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: Эпĕ Сионшăн питĕ хытă тăратăп, уншăн çапла хытă тăнăран унăн тăшманĕсене питĕ вăйлă çилленетĕп.
(3) Çÿлхуçа çапла калать: Эпĕ Сион енне çаврăнăп та Иерусалимра пурăнма тытăнăп, вара Иерусалима чăнлăх хули, Саваоф Çÿлхуçа тăвне сăваплă ту теме пуçлĕç.
(4) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: Иерусалим урамĕсенче каллех ватăсем ларĕç, çулĕ нумай пулнăран кашнийĕн аллинче туя пулĕ.
(5) Çак хула урамĕсем выляса çÿрекен арçын ачасемпе, хĕрачасемпе тулĕç, тет.
(6) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: ку вăл чĕрĕ юлнă юлашки халăх куçĕ умĕнче çак кунсенче тĕлĕнмелле ĕç пек туйăнсассăн, çакă вăл Маншăн та тĕлĕнмелле ĕç-ши? тет Саваоф Çÿлхуçа.
(7) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: акă Эпĕ Хамăн халăхăма тухăç çĕрĕнчен тата анăç çĕрĕнчен çăлса тухăп;
(8) вĕсене илсе килĕп те, вĕсем Иерусалимра пурăнма пуçлĕç, Манăн халăхăм пулĕç, Эпĕ вара вĕсенĕн чăнлăхпа та тÿрĕлĕхпе тăракан Турри пулăп, тет.
(9) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: эсир, халĕ çак сăмахсене Саваоф Çÿлхуçа Çурчĕн никĕсне хывнă чухне пулнă пророксем калани урлă илтекенсем, хăвăр аллăра Турă Çурчĕ тума тĕреклетĕр.
(10) Унччен, çав кунсем умĕн, çыншăн тÿлени, выльăх ĕçĕшĕн те тÿлени пулман; каяканнине те, килекеннине те тăшман канăç паман; кашнийĕ пĕри тепĕрине кураймасăр пурăннă — Эпĕ ун пек тума чарман.
(11) Халĕ ĕнтĕ çак халăхăн йăлкăмĕшĕн Эпĕ унчченхи пек мар, тет Саваоф Çÿлхуçа.
(12) Ĕнтĕ мĕн акса хăварни тăнăçлă пулĕ; иçĕм йывăçĕн аври те хăйĕн çимĕçне парĕ, çĕр те хăй ÿстернине парĕ, пĕлĕтсем те хăйсен сывлăмне парса тăрĕç, çакна пурне те Эпĕ çак чĕрĕ юлнă халăх аллине парăп.
(13) Вара çапла пулĕ: эсир, Иуда килĕпе Израиль килĕ, халăхсен ылханĕ пултăр пулсан, Эпĕ вара сире çăлăп, эсир пиллĕхлĕ пулатăр; ан хăрăр; сирĕн аллăрсем тĕрекленччĕр!
(14) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: сирĕн аçăрсем Мана çиллентернĕ чухне Эпĕ сире хаса пама палăртса хунине мĕнле пăрахăçламарăм, тет Саваоф Турă,
(15) çавăн пекех Эпĕ çак кунсенче Иерусалим хулипе Иуда килне ырă тума палăртса хунине те пăрахăçламăп; ан хăрăр!
(16) Акă эсир тума тивĕçлĕ ĕçсем: пĕрне-пĕри чăн сăмах калăр; хăвăр хапхăр умĕнче тĕрĕссĕн, ăшă пиллĕн сут тăвăр.
(17) Сирĕнтен пĕри те хăйĕн ăшĕнче çывăх çыннине хирĕç усал ан шухăшлатăр, улталаса тупа тунине ан кăмăллатăр, мĕншĕн тесен çакна пурне те Эпĕ кураймастăп, тет Çÿлхуçа.
(18) Саваоф Çÿлхуçаран мана сăмах пулчĕ:
(19) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: тăваттăмĕш уйăхра типĕ тытни те, пиллĕкмĕшĕнче типĕ тытни те, çиччĕмĕшĕнче типĕ тытни те, вуннăмĕшĕнче типĕ тытни те Иуда килĕшĕн савăнăçпа хаваслă уяв пулса тăрĕ; анчах та чăнлăхпа татулăха юратăр.
(20) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: халăхсем, нумай-нумай хулара пурăнакансем тата килĕç-ха;
(21) пĕр хулара пурăнакансем тепĕр хулара пурăнакансем патне пырĕç те калĕç: «Çÿлхуçамăра кайса кĕлтăвар, Саваоф Çÿлхуçана шырар»; вара кашниех: «эпĕ те каятăп» тейĕ.
(22) Иерусалимра Саваоф Çÿлхуçана шырама, Çÿлхуçа сăнĕ умĕнче кĕлтума нумай-нумай йăх тата вăйлă халăхсем килсе тăрĕç.
(23) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: çав кунсенче акă мĕнле пулĕ: тĕрлĕ чĕлхеллĕ халăхсенчен кашни халăхĕн вунă çынни пĕр иудей аркинчен тытĕ те: «эпир санпа каятпăр: сирĕнпе пĕрле Турă пулнине илтрĕмĕр эпир» тейĕ, тет.
9
(1) Çÿлхуçа Хадрах çĕрне малашне мĕн пулассине пĕлтерсе каланă сăмах; вăл Дамаска çити сарăлĕ, çавăнта чарăнса тăрĕ: Çÿлхуçа куçĕ, Израилĕн пур йăхне те курса тăнă пек, пур çынна та курса тăрать,
(2) унпа юнашар ларакан Емаф хулине те, Тир хулине те, питех ăслăланса кайнă Сидона та курса тăрать.
(3) Тир вара хăй валли керем тутарнă, тусан чухлĕ кĕмĕл, урамри пылчăк чухлĕ ылтăн пухса тултарнă.
(4) Акă Çÿлхуçа ăна кĕлмĕçе хăварĕ те унăн вăйне тинĕс çинче пĕтерсе тăкĕ, хăйне вара вут-çулăмпа çунтарса ярĕ.
(5) Çакна Аскалон курĕ те сехĕрленсе ÿкĕ, Газа та, Екрон та вăйлă чĕтресе ÿкĕç; ĕнтĕ вĕсенĕн шанчăкĕ путланĕ: ĕнтĕ Газăра патша пулмĕ, Аскалон çын пурăнман вырăн пулса тăрĕ.
(6) Азотра ют йăх пурăнма пуçлĕ, Эпĕ филистимсен мăнкăмăллăхне пĕтерĕп.
(7) Унăн çăварĕнчен юн, шăлĕ хушшинчен ирсĕрлĕхне вăйкăнтарса кăларăп та, вăл пирĕн Турă аллине лекĕ, Иудăри пинпÿ пек пулĕ, Екрон вара иевусей пек пулĕ.
(8) Хамăн Çуртăм умне, çара хирĕç, каллĕ-маллĕ çÿрекенсене хирĕç, Эпĕ тапăр лартăп, текех вара хĕсĕрлекен иртсе çÿреймĕ: Эпĕ çакна Хамăн куçăмпа пăхса тăрăп.
(9) Эй Сион хĕрĕ, хĕпĕртесе савăн, эй Иерусалим хĕрĕ, хавасланса тăр: акă сан патна хăвăн Патшу, тÿрĕскер, çăлаканскер, йăвашскер, ĕç ашакĕпе унăн тихи çинче ларса килет.
(10) Çавăн чухне Ефремĕн çар ураписене, Иерусалимра утсене пĕтерсе тăкăп, вăрçă уххине аркатăп; Вăл вара халăхсене канăçлăх çитни çинчен пĕлтерĕ, Унăн патшалăхĕ тинĕсрен пуçласа тинĕсе çитиех, юханшывран пуçласа çĕрĕн вĕçĕ-хĕррине çитиех пулĕ.
(11) Сан пирки калас пулсан вара, санпа хывнă халал юнĕшĕн Эпĕ санăн тĕрмере ларакан çыннусене шывсăр урсенчен хăтарăп.
(12) Эй эсир, тыткăнра ĕмĕтленсе тăракансем, хăвăрăн тĕреклĕлетнĕ вырăнăра таврăнăр! Халĕ мĕн каласа пĕлтернинчен сана икĕ хут ытларах тавăрса парăп.
(13) Акă Эпĕ Иудăна ухă пек туртса карăнтарăп, Ефреме ухха тирĕнтерĕп, Сион, санăн ывăлусене Иония ывăлĕсене хирĕç тăратăп та сана çар çыннин хĕçĕ туса хурăп.
(14) Вĕсем çийĕн Çÿлхуçа килĕ те, Унăн çĕмренĕ çиçĕм пек вирхĕнсе тухĕ, Çÿлхуçа Турă трупипе кăшкăртса ярĕ, Хăй вара кăнтăрлахи çил-тăвăл ăшĕнче пырĕ.
(15) Саваоф Çÿлхуçа вĕсене хÿтĕлесе тăрĕ, вĕсем чулрав чулĕсене тĕпретсе те таптаса пырĕç, ĕçĕç те эрехпе ÿсĕрĕлнĕ пек шавлĕç, парне алтăрĕсем пек, парне вырăнĕн кĕтесĕсем пек тулса кайĕç.
(16) Хăйсенĕн Çÿлхуçа Турри çав кун вĕсене, Хăйĕн халăхне, сурăхсене çăлнă пек çăлса хăварĕ; вĕсем Унăн çĕрĕ çинче пуçкăшăльри чулсем пек çуталса кайĕç.
(17) Ах, мĕн тери аслă унăн ырăлăхĕ, мĕн тери унăн илемĕ! Яш ачасенĕн чĕлхине çăкăр, хĕрачасенĕн чĕлхине эрех хавхалантарĕ!
10
(1) Кирлĕ вăхăтра Çулхуçаран çумăр ыйтăр: Çÿлхуçа çиçĕм çиçтерĕ те сире тулăх çумăр парĕ, уй-хирте кирек кама та тырă-пулă парĕ.
(2) Терафимсем пушă сăмах калаççĕ, пĕлĕмçĕсем те, чăн мар япаласем курса, суя тĕлĕксем каласа параççĕ; вĕсем пулас çуккипе лăплантараççĕ; çавăнпа вĕсем сурăхсем пек аташса çÿреççĕ, кĕтÿçи çуккипе инкек тÿсеççĕ.
(3) Манăн çиллĕм кĕтÿçисем çине тулса çитрĕ, Эпĕ качака такисене те хаса парăп: Саваоф Çÿлхуçа Хăйĕн кĕтĕвне, Иуда килне, пырса курĕ те вĕсене Хăйĕн вăрçăри ырă учĕ пек тăратса тухĕ.
(4) Унран кĕтес чулĕ пулĕ, унран — пăта, унран вăрçă уххи пулĕ, халăха тытса тăракансем пурте ун хушшинчен тухĕç.
(5) Вĕсем вăрçăра тăшмансене урамри пылчăка таптанă евĕр таптакан паттăрсем пек пулĕç, çапăçĕç, мĕншĕн тесен Çÿлхуçа вĕсемпе пĕрле пулĕ, çапла ут утланнă юланутçăсене намăса хăварĕç.
(6) Иуда килне тĕреклетĕп, Иосиф килне çăлăп, вĕсене каялла илсе килĕп, мĕншĕн тесен Эпĕ вĕсене хĕрхентĕм, вара Эпĕ вĕсене пăрахман пекех пулĕ: Эпĕ — вĕсенĕн Çÿлхуçа Турри, вĕсене илтĕп.
(7) Ефрем акă паттăр пек пулĕ; вĕсенĕн чĕри эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ пек хĕпĕртесе хăпартланĕ; çакна вĕсен ывăлĕсем курĕç те савăнĕç; вĕсенĕн чĕри Çÿлхуçапа пĕрле пулнăшăн хавасланса ÿкĕ.
(8) Эпĕ вĕсене паллă парăп та пĕр çĕре пуçтарăп, мĕншĕн тесен Эпĕ — вĕсене Хăтараканĕ; вĕсем малтанхи пекех йышлă пулĕç;
(9) вĕсене халăхсем хушшинче вырăнаçтарса тухăп, аякри çĕршывсенче те вĕсем Мана аса илĕç, хăйсен ачисемпе пĕрле пурăнĕç, ĕнтĕ каялла таврăнĕç;
(10) вĕсене Египет çĕрĕнчен илсе тухăп, Ассирирен те пухăп вĕсене, Галаад çĕрне
тата Ливан тăвĕ çине илсе килĕп, вĕсем валли вырăн та çитмĕ.
(11) Тинĕс тăрăх типшар кайĕ, тинĕс хумĕсене çапса салатĕ, шывсем ăшăхланса юлĕç, Ассурăн мăн кăмăлĕ йăвашланĕ, Египетран патша туйине туртса илĕç.
(12) Вĕсене Çÿлхуçа тĕреклентерĕ, вĕсем Унăн ячĕпе çÿрĕç, тет Çÿлхуçа.
11
(1) Эй Ливан, уç хапхуна: кедр йывăççусене вут çунтарса ятăр.
(2) Эй кипарис, ĕсĕкле — кедр кайса ÿкрĕ, чаплисем те çаралса юлчĕç; эй, ĕсĕклĕр, Васан юманĕсем — утса тухайми вăрман йăванчĕ.
(3) Кĕтÿçĕсем ÿлесе йĕни илтĕнсе тăрать: ĕнтĕ вĕсен ирĕклĕ çĕрĕсене çаратса пĕтернĕ; çамрăк арăслансем ÿхĕрни илтĕнет, мĕншĕн тесен Иордан илемне тустарса хăварнă.
(4) Манăн Çÿлхуçа Туррăм çапла калать: пусса пĕтерме пÿрнĕ сурăхсене кĕт,
(5) сутăн туяннисем вĕсене пĕр шелсĕр, айăпласран хăрамасăр вĕлереççĕ, сутса янисем: «мухтав Çÿлхуçана; эпĕ пуйса юлтăм!» теççĕ, кĕтÿçисем те вĕсемшĕн пăшăрханмаççĕ.
(6) Çак çĕр çинче пурăнакансене Эпĕ текех хĕрхенсе тăмăп, тет Çÿлхуçа; акă Эпĕ çынсене кирек кама та хăйĕн çывăх çыннин, хăйĕн патшин аллине парăп, вĕсем çапла çĕре пĕтерсе пырĕç, Эпĕ вĕсене çавсен аллинчен хăтармăп.
(7) Пусма пÿрнĕ сурăхсене, чăннипех те мĕскĕн сурăхсене, кĕтĕп. Хам валли икĕ туя илĕп, пĕрне «ырăлăх», тепĕрне «пĕрлĕх» тесе ят парăп та сурăхсене çав туясемпе кĕтĕп.
(8) Пĕр уйăхра кĕтÿçĕсенчен виççĕшне пĕтерсе пăрахăп; вĕсен чунĕ Манран писнĕ пекех, Манăн чунăм та вĕсенчен писĕ.
(9) Калăп çавăн чухне: сире кĕтместĕп; вилекенни — вилтĕр, пĕтекенни — пĕттĕр, юлаканнисем — пĕрнепĕри çиччĕр, тейĕп.
(10) Вара Хамăн туяна, «ырăлăх» ятлăскерне, илĕп те ăна Хам пур халăхсемпе хывнă халала пĕтермешкĕн хуçса пăрахăп.
(11) Вăл çав кун пĕтсе ларĕ, вара Мана кĕтсе тăракан мĕскĕн сурăхсем ку вăл Çÿлхуçа сăмахĕ пулнине пĕлĕç.
(12) Вара вĕсене калăп: кăмăлăр пулсан, Мана Хама тивĕçлине тÿлĕр; кăмăлăр пулмасан — ан парăр, тейĕп; вĕсем вара Мана тÿлеме вăтăр кĕмĕл виçсе парĕç.
(13) Çÿлхуçа мана каларĕ: ăна Çурт управăшне пăрах — мĕн тери пысăк хакпа. хакларĕç вĕсем Мана! терĕ. Эпĕ вăтăр кĕмĕл укçана илтĕм те Çÿлхуçа Çуртне чÿлмекçĕ валли пăрахрăм.
(14) Унтан Иудăпа Израиль хушшинчи тăванлăха пĕтермешкĕн Эпĕ Хамăн тепĕр туяна — «пĕрлĕхе» — хуçса пăрахрăм, терĕ.
(15) Çÿлхуçа мана каларĕ: хăвăн валли тата пĕр ухмах кĕтÿçин ĕç хатĕрне ил:
(16) Эпĕ çакă çĕр çине акă вилекеннисемшĕн тăрăшман, çухалса юлнисене шыраман, чирлисене эмеллемен, сыввисене çитермен, анчах хăй самăр выльăхăн чĕрнине тата-тата пăрахса ашне çиекен кĕтÿçĕне ярăп.
(17) Кĕтĕвне пăрахса хăваракан юрăхсăр кĕтÿçĕне хуйхă çитĕ! унăн алли çине, унăн сылтăм куçĕ çине хĕç ÿктĕр! унăн алли пĕтĕмпех хăрса типĕ, унăн сылтăм куçĕ пачах курми пулĕ, терĕ.
12
(1) Çÿлхуçа Израиль çинчен ăна малашне мĕн пулассине пĕлтерсе калани. Çÿлхуçа — тÿпене карăнтарнă, çĕре никĕсленĕ, этем ăшĕнчи сывлăша пултарнă Çÿлхуçа — çапла калать:
(2) акă Эпĕ Иерусалима таврари халăхсемшĕн пуриншĕн те ăншăрт курки туса хурăп, Иерусалима тăшмансем хупăрласа илнĕ вăхăтра Иудăшăн та çапла пулĕ.
(3) Çавă кун çапла пулĕ, Иерусалима пур ăрушăн та йывăр чул туса хурăп; ăна йăтма тăракансем халран кайĕç, ăна хирĕç вара çĕр çинчи мĕнпур халăх пухăнса килĕ.
(4) Çавă кун, тет Çÿлхуçа, Эпĕ кирек хăш ута та уртарса ярăп, юланутçине ăссăра кăларăп; Иуда килĕ çине вара куçăма уçса пăхăп; халăхсен кашни утне суккăр тăвăп.
(5) Иуда çулпуçĕсем хăйсен ăшĕнче калĕç вара: «манăн вăйăм-хăватăм — Саваоф Çÿлхуçапа, хăйсен Туррипе, пурăнакан Иерусалим çыннисем» тейĕç.
(6) Çавă кун Эпĕ Иуда çулпуçĕсене вуткăвайтă хушшинчи кăвар савăчĕ пек, кĕлтесем хушшинче ялкăшакан çулăм пек туса хурăп, вĕсем таврари мĕнпур халăха — сылтăмра та, сулахайра та — пĕтерсе тăкĕç, Иерусалимра вара каллех хăйĕн вырăнĕнче, Иерусалимра, халăх пурăнма пуçлĕ.
(7) Давид килĕн аслăлăхĕпе Иерусалим çыннисен аслăлăхĕ Иудăран çÿле ан çĕклентĕр тесе, Çÿлхуçа малтан Иуда чатăрĕсене çăлĕ.
(8) Çавă кун Çÿлхуçа Иерусалимра пурăнакансене хÿтĕлĕ, вĕсен хушшинчи чи вăйсăрри те çавă кун Давид пек пулĕ, Давид килĕ вара Турă пек, вĕсен умĕнчи Çÿлхуçа Ангелĕ пек пулĕ.
(9) Çавă кун тата çапла пулĕ: Эпĕ Иерусалим çине тапăнакан халăхсене пурне те пĕтерсе пăрахăп.
(10) Давид килĕпе Иерусалим çыннисем çине тивлет ярăп, кăмăлĕсене çемçетĕп, вĕсем вара хăйсем сăнăпа Чикнийĕ çине пăхĕç, Уншăн пĕртен-пĕр ывăлшăн ĕсĕкленĕ пек ĕсĕклесе йĕрĕç, малтан çуралнишĕн хуйхăрнă пек хуйхăрĕç.
(11) Çавă кун Иерусалимра Мегиддо айлăмĕнче Гададриммон патĕнче хÿхленĕ пек хÿхлĕç.
(12) Çĕр ĕсĕклесе йĕрĕ, кашни йăх уйрăммăн йĕрĕ: Давид килĕн йăхĕ — хăйне уйрăм, вĕсенĕн арăмĕсем — хăйне уйрăм; Нафан килĕн йăхĕ — хăйне уйрăм, вĕсенĕн арăмĕсем — хăйне уйрăм;
(13) Левий килĕн йăхĕ — хăйне уйрăм, вĕсенĕн арăмĕсем — хăйне уйрăм; Симеон йăхĕ — хăйне уйрăм, вĕсенĕн арăмĕсем — хăйне уйрăм.
(14) Ытти мĕнпур йăх та — кашни йăх хăйне уйрăм, вĕсенĕн арăмĕсем те — хăйне уйрăм.
13
(1) Çавă кун Давид килĕпе Иерусалим çыннисемшĕн çылăхсемпе тасамарсенчен çăвăнса тасалма çăл уçăлĕ.
(2) Çавă кун çапла пулĕ, тет Саваоф Çÿлхуçа: Эпĕ çак çĕр çинчен йĕрĕхсен ячĕсене пĕтерсе тăкăп, вĕсене вара текех асăнмĕç, çавăн пекех суя пророксемпе усал сывлăша çĕр çинчен хăваласа ярăп.
(3) Çавăн чухне, кам та пулин малашне пулассине калать пулсан, ăна çуратнă ашшĕпе амăшĕ: «эсĕ пурăнма тивĕçлĕ мар, эсĕ Çÿлхуçа ячĕпе суя сăмах калатăн» тейĕç; вара ăна, пулассине каланă чухне, хăйне çуратнă ашшĕпе амăшĕ вĕлерсе пăрахĕ.
(4) Çавă кун çапла пулĕ: малашне пулассине каланă чухне çав суя пророксем кашнийĕ хăйне мĕн курăннинчен намăсланса кайĕ те, хăй малашнехине пĕлтерекенĕ иккенне кăтартма шăла пир тумтир тăхăнса улталаса çÿрекенскер, текех ун пек тăхăнмĕ те.
(5) Вара кашниех çапла калĕ: эпĕ пророк мар, эпĕ çĕр ĕçлекен, эпĕ ачаранпах çĕр ĕçлесе пурăнатăп, тейĕ.
(6) Ăна: мĕншĕн-ха сан аллу çинче çĕвĕсем пур? тейĕç; вăл çапла хуравласа калĕ: мĕншĕн тесен мана хама юратакансен килĕнче хĕненĕ, тейĕ.
(7) Эй хĕç! Манăн кĕтÿçĕм çине, Манăн çывăх çыннăм çине çĕклен, тет Саваоф Çÿлхуçа: кĕтÿçне çапса ÿкер те — сурăхĕсем сапаланса кайĕç! Эпĕ вара Хамăн аллăма кĕçĕннисем енне тăсăп.
(8) Мĕнпур çĕр çинче вара çапла пулĕ, тет Çÿлхуçа, ун çинче икĕ пайĕ тĕп пулĕ, вилсе пĕтĕ, виççĕмĕшĕ чĕрĕ юлĕ.
(9) Çав виççĕмĕш пайне вут-çулăма илсе кĕрĕп те вĕсене кĕмĕле шăратнă пек шăратăп, ылтăна тасатнă пек тасатăп: вĕсем Мана чĕнме тытăнĕç, Эпĕ вĕсене илтĕп те калăп: «ку Манăн халăх» тейĕп, вĕсем вара: «Çÿлхуçа — манăн Туррăм!» тейĕç.
14
(1) Акă Çÿлхуçа кунĕ çитет, вара сан патăнтан вăрласа тухнине хăвăн умăнтах пайлĕç.
(2) Халăхсене пурне те Иерусалима хирĕç вăрçă вăрçма пуçтарăп, хулана туртса илĕç, çуртсене çаратса тухĕç, арăмсене чыссăра кăларĕç, çур хула тыткăна кайĕ; анчах ытти халăх не пĕтермĕç, вĕсем хулара юлĕç.
(3) Çавăн чухне Çÿлхуçа тухĕ те çак халăхсене вăрçă кунĕнче тапăннă пек пырса тапăнĕ.
(4) Унăн ури çав кун Иерусалим умĕнчи тухăç енчи Елеон тăвĕ çине ярса пусĕ; Елеон тăвне вара тухăçран анăçалла питĕ пысăк айлăм икке уйăрĕ, çур тăвĕ çурçĕрелле, тепĕр çур тăвĕ кăнтăралла юлĕ.
(5) Эсир Манăн тăвăмсен айлăмне чупса кайăр, тусен айлăмĕ Асил таранах сарăлса выртĕ; эсир Иудея патши Озия вăхăтĕнче çĕр чĕтреннинчен тарнă чухнехи пекех чупăр; вара Çÿлхуçа Туррăм килĕ, Унпа пĕрле мĕнпур святой килĕ.
(6) Çавă кун çапла пулĕ: çутă пулмĕ, хĕвел те, уйăх-çăлтăр та çухалĕ.
(7) Çавă кун Çÿлхуçа анчах пĕлекен пĕртен-пĕр кун пулĕ: кун та мар, каç та мар; каçхи вăхăтра тин çутă курăнса кайĕ.
(8) Çавă кун тата çапла пулĕ: Иерусалимран чĕрĕлĕх шывĕ юхма тытăнĕ, çурри тухăçри тинĕселле, тепĕр çуррийĕ анăçри тинĕселле юхса выртĕ: çулла та, хĕлле те çапла пулĕ.
(9) Çÿлхуçа пĕтĕм çĕр Патши пулĕ; çавă кун Çÿлхуçа пĕртен-пĕрре пулĕ, Унăн ячĕ те пĕртен-пĕрре пулĕ.
(10) Çакă пĕтĕм çĕр, Гаваонран пуçласа Реммон таран, тÿремлĕх пек пулĕ, Иерусалимран кăнтăралла сарăлса выртĕ, Иерусалим вара хăйĕн вырăнĕнче çÿлте ларĕ, унта Вениамин хапхинчен пуçласа малтанхи хапха вырăнĕ таран, кĕтесри хапха таран, Анамеил пашнинчен пуçласа патшанăн иçĕм сĕткенĕн юхтаркăчĕ таран халăх пурăнма пуçлĕ.
(11) Вара çавăнта пурăнĕç, текех ылхан пулмĕ, Иерусалим сыхлăхра пурăнĕ.
(12) Çÿлхуçа Иерусалима хирĕç çапăçнă халăхсене пурне те çакăн пек пĕтерсе тăкĕ: кирек камăн та ури çинче тăнă чухнех ÿчĕ-тирĕ хăрса ларĕ, куç лупашкинче куçĕ сÿнсе ларĕ, çăварĕнче чĕлхи типсе ларĕ.
(13) Çавă кун вара вĕсен хушшинче Çÿлхуçаран килекен пысăк пăлхану пулса иртĕ: пĕри тепĕрин аллинчен ярса тытĕ, унăн алли хăйĕн çывăх çынни çине çĕкленĕ.
(14) Анчах Иуда хăй те Иерусалима хирĕç çапăçĕ, таврари мĕнпур халăх пуянлăхне пуçтарса килĕç: ылтăн, кĕмĕл, шутсăр нумай тумтир илсе килĕç.
(15) Вĕсен тапăрĕсенчи лашасене те, ашакла лашасене те, тĕвесене те, ашаксене те, мĕнпур тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕхе те çавăн пекех пĕтерсе тăкĕç.
(16) Кайран вара Иерусалима хирĕç тăнă халăхсенчен чĕрĕ юлнисем пурте çултанçулах Патшана, Саваоф Çÿлхуçана, пуççапма тата хÿшĕ уявне уявлама килсе çÿрĕç.
(17) Тата çапла пулĕ: эхер те çĕр çинчи пĕр-пĕр халăх Иерусалима Патшана, Саваоф Çÿлхуçана, пуççапма каймасан, вĕсен çумăр пулмĕ.
(18) Эхер те Египет йăхĕ çула тухса кунта килмесен, унăн та çумăр пулмĕ, Çÿлхуçа ăна хÿшĕ уявне уявлама килсе çÿремен халăхсене пĕтернĕ пекех пĕтерсе тăкĕ.
(19) Египет çылăхĕшĕн тата хÿшĕ уявне уявлама çÿремен ытти мĕнпур халăх çылăхĕшĕн акă мĕн пулĕ!
(20) Çавăн чухне ут хатĕрĕ çине те: «Çÿлхуçанăн таса япали» тесе касса çырĕç, Çÿлхуçа Çуртĕнчи хурансем те алтарь умĕнчи парне алтăрĕсемпе танах пулĕç.
(21) Иерусалимри хурансем те, Иудейăри хурансем те пурте Саваоф Çÿлхуçанăн таса япалисем пулса тăрĕç, парне кÿме çÿрекенсем килĕç те, вĕсене илсе, унта парне ашĕ пĕçерĕç, Саваоф Çÿлхуçа Çуртĕнче çав кун пĕр хананей те пулмĕ вара.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓
[…] Священник атте пулат̌, çавăнпа ăна хисеплеççĕ те атте-анне пек хисеплемелле. Турă кĕнеки çинђе каланă: „Пĕтĕм ђунтан Турра пăхăн, Унăн священникĕсене хисепле”, тенĕ (Сир. ѴII—31). Священникĕ ырра хурса хисеплес пулат̌. (Тим. V—17; Фил. II—30). Священникĕ пĕтĕм кăмăлтан йуратас пулат̌. (1 Сол. V—13). Священникĕ Іисус Христоса хăйне итленĕ пек итлес пулат̌. (Лук. Х—16). Св. Павел апостол каланă: „Кам итлеменни етеме мар итлемест, Турра итлемест, Вăл пире хăйĕн Святой Сывлăшне панă”, тенĕ. (1 Сол. IV—8). Св. Захарія пророк священниксем çинђен каланă: „Сире сĕртĕнекен Туррăн куç-шăрçине“, тенĕ. (Зах. II—8). […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] те пулать. Иерусалим хулин тухăç енче ларакан сăрт [Зх 14:4]. Çак сăрт çинче Иисус Христос вĕрентнĕ [Мф 24], хăйне […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] Захарія пророк Іисус Христос Іерусалим хулине ђаплă кĕрессине малтан каласа пĕлтернĕ. Епир ăна халĕ кăђăкă праçникĕ тетпĕр. […]
КилĕштересКилĕштерес