Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Аггей Пророк Кĕнеки
1
(1) Дарий патшана ларсан иккĕмĕш çулхине, улттăмĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче, Зоровавеле — Салафиил ывăлне, Иудейăна пăхса тăракана — тата Иисуса — Иоседек ывăлне, аслă иерее — Аггей пророк урлă Çÿлхуçаран сăмах пулнă:
(2) Саваоф Çÿлхуçа çапла каланă: çак халăх акă мĕн калать: «вăхăт çитмен-ха, Çÿлхуçа Çуртне тумалли вăхăт мар-ха» тет, тенĕ.
(3) Çÿлхуçаран Аггей пророк урлă сăмах пулнă:
(4) сирĕншĕн вара вăхăт çитнĕ-и? çак Çурт юхăнса ларнă чухне сирĕн хăвăрăн илемлетнĕ çуртăрсенче пурăнмалла-и?
(5) Çавăнпа паян Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: чĕрĕре хăвăрăн çулăрсем еннелле çавăрăр.
(6) Эсир нумай акатăр та — сахал пуçтарса илетĕр; çиетĕр те — тăранса кураймастăр; ĕçетĕр
те — ĕçсе тăранаймастăр; тăхăнатăр — ăшăнаймастăр; ĕçлесе илекен шăтăк енчĕк валли кăна ĕçлесе илет.
(7) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: чĕрĕре хăвăрăн çулăрсем еннелле çавăрăр.
(8) Ту çине хăпарăр та йывăç йăтăр, Турă Çурчĕ тăвăр; Эпĕ ăна кăмăл туса тăрăп та мухтава тухăп, тет Çÿлхуçа.
(9) Нумая кĕтетĕр те — сахал тухать; килĕрсене мĕн илсе килнине те Эпĕ сапаласа ярăп.— Мĕншĕн-ши? тет Саваоф Çÿлхуçа: Хамăн Çуртăмшăн, вăл юхăнса ларать, эсир вара кашниех хăвăр çуртăр патне васкатăр.
(10) Çавăнпа ĕнтĕ тÿпе хупăннă, сире сывлăм памасть, çĕр те хăйĕн çимĕçне ÿстермест.
(11) Эпĕ çĕр çине, тусем çине, тырă-пулă çине, иçĕм çырли сĕткенĕ çине, йывăç çăвĕ çине, çĕр ÿстерекен мĕнпур çимĕç çине, этем çине те, выльăх-чĕрлĕх çине те, мĕнпур тĕрлĕ алă ĕçĕ çине те типĕ çанталăк чĕнсе илтĕм.
(12) Салафиил ывăлĕ Зоровавель, Иоседек ывăлĕ Иисус тата ытти мĕнпур халăх хăйсен Çÿлхуçа Туррийĕн сăмахне, хăйсен Çÿлхуçа Турри Аггей пророк урлă янă сăмаха итленĕ те, халăх Çÿлхуçаран хăраса ÿкнĕ.
(13) Çавăн чухне Аггей, Çÿлхуçа хыпарçи, Çÿлхуçа янăскер, халăха каланă: Çÿлхуçа «Эпĕ сирĕнпе!» тет, тенĕ.
(14) Çÿлхуçа вара Зоровавелĕн — Салафиил ывăлĕн, Иудейăна тытса тăраканскерĕн — кăмăлне тата Иисусăн — Иоседек ывăлĕн, аслă иерейĕн — кăмăлне, тата чĕрĕ сыхланса юлнă пĕтĕм халăх кăмăлне чĕртсе янă та, вĕсем Саваоф Çÿлхуçанăн, хăйсен Туррийĕн, Çуртĕнче,
(15) улттăмĕш уйăхăн çирĕм тăваттăмĕш кунĕнче, Дарий иккĕмĕш çул патшара ларнă вăхăтра, ĕçе тытăннă.
2
(1) Çиччĕмĕш уйăхра, уйăхăн çирĕм пĕрремĕш кунĕнче, Çÿлхуçаран Аггей пророк урлă сăмах пулнă:
(2) халĕ ĕнтĕ Зоровавеле — Салафиил ывăлне, Иудейăна тытса тăраканскере, тата Иисуса — Иоседек ывăлне, аслă иерее — тата халăх йăлкăмне çапла кала:
(3) çак Çуртăн малтанхи чапне курнисенчен кам та пулин тăрса юлнă-и сирĕн хушшăрта, тата ăна халĕ мĕнлерех куратăр эсир? Сирĕн куçăр умĕнче вăл нимĕн те мар пек туйăнмасть-и?
(4) Анчах хăюллă пул паян, Зоровавель, тет Çÿлхуçа, хăюллă пул, Иисус — Иоседек ывăлĕ, аслă иерей! хăюллă пул, çĕршыври пĕтĕм халăх, ĕçĕрсене тăвăр: Эпĕ сирĕнпе, тет Саваоф Çÿлхуçа.
(5) Эсир Египет çĕрĕнчен тухнă чухне Эпĕ сирĕнпе хывнă халал тата Манăн Сывлăшăм сирĕн хушшăрта тăрать: ан хăрăр!
(6) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: тепĕр хут,— ĕнтĕ çакă часах пулĕ,— Эпĕ тÿпепе çĕре, тинĕспе типçĕре кисрентерĕп,
(7) пур халăха та кисрентерĕп, вара пур халăх та Кĕтекенни килĕ, çак Çурта вара мухтавлăхпа тултарăп, тет Саваоф Çÿлхуçа.
(8) Манăн кĕмĕлĕм, Манăн ылтăнăм, тет Саваоф Çÿлхуçа.
(9) Çак юлашки Çуртăн чапĕ унчченхин чапĕнчен пысăкрах пулĕ, тет Саваоф Çÿлхуçа; çак вырăнта Эпĕ канăçлăх парăп, тет Саваоф Çÿлхуçа.
(10) Тăххăрмĕш уйăхăн çирĕм тăваттăмĕш кунĕнче, Дарий патшана ларсан иккĕмĕш çулхине, Çÿлхуçаран Аггей пророк урлă сăмах пулнă:
(11) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: священниксенчен саккун çинчен ыйт та кала:
(12) кам та пулин кĕлтуса тасатнă аша хăйĕн тумтирĕн аркипе йăтса пынă чухне унăн арки çăкăра е пĕçернĕ çимĕçе, е эрехе, е йывăç çăвне, е мĕнле те пулин апата сĕртĕнчĕ пулсан, таса пулĕ-и вăл? Священниксем хуравласа каланă: çук, тенĕ.
(13) Çавăн хыççăн Аггей каланă: эхер те çакăн çумне вилене сĕртĕнсе хăйне ирсĕрлетнĕ пĕр-пĕр çын пырса тĕкĕнсен, вĕсем вара таса мар пулса тăраççĕ-и? тенĕ. Священниксем хуравласа каланă: таса мар пулса тăраççĕ, тенĕ.
(14) Вара Аггей хуравласа каланă: Çÿлхуçа калать: çак халăх, çак йăх Ман умăмра çавăн пек, вĕсен алли тунă мĕнпур ĕç те çавăн пекех! Вĕсем унта мĕн кăна илсе ан килччĕр, пурте таса мар.
(15) Халĕ ĕнтĕ хăвăр чĕрĕре паянхи кунран каялла, Çÿлхуçа
Çуртĕнче чул çине чул та хуман чухнехи вăхăт еннелле, çавăрăр.
(16) Çирĕм виçе пама пултаракан çĕмел патне пыратчĕç те, вуннă кăна пулатчĕ; иçĕм сĕткенĕ юхтаракан вырăна аллă виçе ăсса илме пыратчĕç те, çирĕм виçе кăна пулатчĕ.
(17) Эпĕ сирĕн тыррăр-пуллăра ăрша ярса тата шурăхтарса пĕтерсе тăтăм; сирĕн аллăрсем тунă пĕтĕм ĕçе пăр çаптарса пĕтерсе пытăм; анчах эсир Ман енне çаврăнмарăр, тет Çÿлхуçа.
(18) Чĕрĕре паянхи кунран каялла, тăххăрмĕш уйăхăн çирĕм тăваттăмĕш кунĕнчен, Çÿлхуçа Çурчĕн никĕсне хывнă кунран, каяраххи енне çавăрăр-ха; чĕрĕре çавăрăр-ха:
(19) кĕлетре тата вăрлăх пур-и? Халиччен иçĕм йывăçĕ те, смоква йывăçĕ те, нар йывăçĕ те, çу йывăçĕ те çимĕç паманччĕ; паянтан пуçласа вара Эпĕ вĕсене пиллĕп.
(20) Уйăхăн çирĕм тăваттăмĕш кунĕнче Аггее иккĕмĕш хут Çÿлхуçаран сăмах пулнă:
(21) Зоровавеле, Иудейăна тытса тăракана, кала: Эпĕ тÿпепе çĕре кисрентерĕп;
(22) патшалăхсенĕн аслă пуканне сирпĕтсе антарăп, суя тĕнлĕ патшалăхсен хăватне пĕтерсе тăкăп, çар ураписене, вĕсем çинче ларакансене тÿнтерĕп, вĕсен учĕсемпе юланутçисем пĕр-пĕрин хĕçĕ айне ÿксе пĕтĕç.
(23) Çавă кун, тет Саваоф Çÿлхуçа, Эпĕ сана, Зоровавель, Салафиил ывăлĕ, Манăн чурам, тет Çÿлхуçа, Хам патăма илĕп, сана пичет пек усрăп, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ сана суйласа илнĕ, тет Саваоф Çÿлхуçа.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]