Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Аввакум Пророк Кĕнеки
1
(1) Аввакум пророка курăнни, вăл малашне мĕн пулассине курни.
(2) Эй Çÿлхуçа, хăçанччен тилмĕрсе чĕнĕп-ши Сана? — Эсĕ илтместĕн; хăçанччен пусмăра пĕтерме тархаслăп-ши Сана? — Эсĕ çăлмастăн.
(3) Мана мĕншĕн усал ĕçсене курмалла, асап çине пăхса тăмалла турăн? Ман умăмра — çарату та пусмăр; вăрçă-харçă тухать, хирĕçÿ пуçланать.
(4) Çавна пула саккун хăйĕн вăйне çухатрĕ, тĕрĕс сут туни çук: йĕркесĕр çын тÿрĕ çынна çĕнтерет, çавăнпа сучĕ те суя пулать.
(5) Халăхсем хушшине пăхăр-ха, тимлĕрех тинкерĕр-ха, вара хытă тĕлĕнетĕр эсир: сирĕн ĕмĕрте Эпĕ акă çакăн пек ĕç тăвăп, ун çинчен сире кам та пулин каласа кăтартас пулсан, эсир ăна ĕненмен те пулăттăр.
(6) Акă Эпĕ халдейсене, хаяр та чарусăр халăха, хăйне тивĕçлĕ мар çĕрсене туртса илесшĕн çĕр талккăшĕ тăрăх çÿрекенскере, хускатса ярăп.
(7) Хăрушă та тискер вăл; унăн сучĕ те, унăн вăйĕ те унран хăйĕнчен килет.
(8) Учĕсем барсран та вичкĕнрех, çĕрлехи кашкăртан та çивĕчрех; унăн утлă çарĕ тĕрлĕ еннелле вирхĕнет; юланутçисем унăн инçетрен килеççĕ, тупăшĕ çине вăйкăнакан ăмăрткайăк пек вĕçсе çитеççĕ.
(9) Пĕтĕмпе хатĕр вăл çаратма; куçĕ-пуçĕпе малалла тирĕнсе, тыткăна илнисене хăйăр пĕрчи пек йышлă пуçтарса каять.
(10) Вăл патшасене те мăшкăллать, çулпуçсене те çын кулли тăвать; кирек хăш керемрен те кулать вăл: йĕри-тавра тăпра хÿме хăпартать те ăна туртса илет.
(11) Вара чĕри мăнаçланать унăн, вăл тилĕрсе çÿрет; унăн вăйĕ — хăйĕн турри.
(12) Анчах Эсĕ мĕн авалтанпах манăн Çÿлхуçа Туррăм, манăн Святойăм мар-и вара? эпир вилместпĕр! Эй Çÿлхуçамăм, Эсĕ ăна пире сут тăвасшăн пулнипе анчах чарса тăмарăн. Эй манăн Чул Хысакăм! ăна Эсĕ пире хаса памашкăн янă.
(13) Усал ĕçсем Сан таса куçу валли мар, Эсĕ хĕсĕрлени çине пăхма пултараймастăн; мĕншĕн-ха Эсĕ çын хăйĕнчен тасараххине хыпса çăтнă чухне йĕркесĕр çынсем çине пăхатăн, анчах нимĕн те чĕнместĕн,
(14) çынсене тинĕсри пулă евĕр, хуçисĕр тăрса юлнă çĕлен-калта евĕр хăваратăн?
(15) Вĕсене пурне те вăлтапа çаклатать, хăйĕн серепине лектерет, хăйĕн тетелĕсене тултарать, çавăншăн хĕпĕртет те каппайланса савăнать.
(16) Çавăншăн вăл хăй серепине парнесем кÿрет, тетелĕ умĕнче тĕтĕрет, мĕншĕн тесен вĕсене пула унăн пайĕ тулăх, апачĕ чаплă.
(17) Çапла пултăр тесе, унăн хăйĕн серепине пушата-пушата тăмалла-им, халăхсене хĕрхене пĕлмесĕр пĕр вĕçĕмсĕр вĕлермелле-им?
2
(1) Эпĕ хамăн хуралăма тăтăм та, Вăл ман ăшăмра мĕн каланине пĕлем тесе, хамăн ÿпкевĕм тĕлĕшĕнчен мĕн тавăрса каламаллине чухлам тесе, пашне çинче сăнаса тăтăм.
(2) Çÿлхуçа мана хуравласа каларĕ: хăвна мĕн курăннине çырса пыр та, вулакан çăмăлах вулама пултартăр тесе, чул хăма çине уçăмлăн картса хур:
(3) сана курăнни çитес вăхăтра, палăртнă вăхăтра, пулмалла, пĕтесси çинчен калать, улталамасть вăл; çав вăхăт вăраххăн килес пулсассăн та, ăна кĕтсех тăр: вăл пурпĕрех пулать, пăрахăçа тухмасть.
(4) Акă мăнкăмăллă чун лăпланаймĕ, тÿрĕ çын вара хăй ĕненнипе чĕрĕ пулĕ.
(5) Мăнкăмăллă çын, йÿçекен эрех пек, лăпланаймасть, çапла вара хăйĕн чунне тамăк пек сарса пырать, вилĕм пек тăрана пĕлмест, вăл хăй патне пур халăха та пухать, йăхсене пурне те тытатыта илет.
(6) Анчах вĕсем пурте ун çинчен ытарăш каламĕç-и, çапла тăрăхласа кулмĕç-и: «хăйĕнни маррипе виçесĕр пуякана — нумайлăха-ши ку? — тата саклат иле-иле хăйне виçесĕр чăрмав кÿрекене хуйхă çитĕ» темĕç-и?
(7) Сана асаплантарас çынсем кĕтмен çĕртен çĕкленмĕç-и, вăрăхурах сана хирĕç тухмĕ-и, вĕсем сана çаратса хăвармĕç-и?
(8) Ху нумай халăха хурах пуснăшăн, çын юнне юхтарнăшăн, çĕршыва, хулана, унта пурăнакансене çука хăварнăшăн ытти халăхсем хăвна та çаратса тухĕç.
(9) Çÿлте йăва çавăрас, çапла инкек алли çапса антарасран шанчăклă тăрас тесе хăйĕн килĕ валли улталаса пурлăх тăвасшăн çунакансене хуйхă çитĕ!
(10) Нумай халăха пĕтерсе, эсĕ хăвăн йăхна чыссăра кăларакан шухăш тытнă, хăвăн чунна çылăха кĕртнĕ. пÇурт чулĕсем кăшкăрса йĕме пуçлĕç те, йывăç каштасем вĕсене çапла хуравлĕç:
(12) «юн çинче хула лартакана, тÿрĕ мар ĕçпе керем тăвакана хуйхă çитĕ!» тейĕç.
(13) Халăхсен ĕçĕ вут-çулăмпа пĕтни, йăхсем хăйсене кăлăхах асаплантарни Саваоф Çÿлхуçаран килмест-и вăл?
(14) Тинĕсе шыв тулли тунă пек, çĕр Çÿлхуçа мухтавне пĕлнипе тулса çитĕ.
(15) Сана, çывăх çыннун намăсне курасшăн ăна хăвăн çиллÿпе хутăштарнă эрех паракана, ăна çапла ÿсĕртекене, хуйхă çитĕ!
(16) Эсĕ мухтав вырăнне намăспа тăрантăн; ху та ĕç, намăсна кăтарт — Çÿлхуçанăн сылтăм аллинчи курка тата хăвăн мухтаву намăса юласси сан патна та çаврăнса çитĕ.
(17) Акă эсĕ Ливанра шуйхатса янă чĕрчунсене пĕтерсе, çын юнне юхтарса, çĕршыва, хулана, унта пурăнакан мĕнпур çынна çаратса усал ĕçсем турăн, çавă хăвăн çинех йăтăнса анĕ.
(18) Алăсти тунă кĕлеткерен, çав шăратса ăсталанă суя вĕрентекенрен, чĕлхесĕр кĕлеткесем тăвакан ăсти хăйĕн ĕçне шанчăклă тесессĕн те, мĕн усси?
(19) Йывăçа: «тăр!» теекене, чĕмсĕр чула: «вăран!» теекене хуйхă çитĕ! Мĕне те пулин вĕрентĕ-и вăл? Акă ăна ылтăнпа, кĕмĕлпе сăрнă, анчах вăл сывламасть.
(20) Çÿлхуçа вара — Хăйĕн сăваплă Çуртĕнче: Ун умĕнче пĕтĕм çĕр шăп тăтăр!
3
(1) Аввакум пророкăн юрламалли кĕлли.
(2) Эй Çÿлхуçамăр! Эсĕ каланине илтрĕм те — хăраса ÿкрĕм. Эй Çÿлхуçамăр! Хăвăн ĕçне хальхи вăхăтра пултарсам, хальхи вăхăтра кăтартсам ăна; çиллÿ килнĕ чухне хĕрхенÿ çинчен аса илсем.
(3) Турă — Феман енчен, Святой — Фаран тăвĕ енчен килет. Тÿпене Унăн аслăлăхĕ хупăрларĕ, çĕр Унăн мухтавлăхĕпе тулчĕ.
(4) Унăн мухтавлăхĕ хĕвел çути пек çиçет; Унăн аллинчен çутă пайăркисем сарăлаççĕ; çакăнта Унăн хăвачĕн вăрттăн вырăнĕ!
(5) Ун умĕнче хĕн-суран, Ун хыçĕнче вĕри çил пырать.
(6) Вăл тăчĕ те — çĕре кисрентерчĕ; пăхрĕ те — халăхсене сехĕрлентерсе пăрахрĕ; ĕмĕрхи тусем арканчĕç, чи авалхи сăртсем ишĕлсе анчĕç; Унăн çулĕсем — ĕмĕрхи çулсем.
(7) Эфиопи чатăрĕсем салхуллă ларнине куртăм эпĕ; Мадиан çĕрĕнчи хÿшĕсем чĕтренчĕç.
(8) Эй Çÿлхуçамăр, Санăн çиллÿ юханшывсем çине ÿкрĕ-им? тарăхăву юханшывсем çине, хаярлăху тинĕс çине ÿкрĕ-им, çавăнпа Эсĕ Хăвăн утусем çине, Хăвăн хăтаракан çар ураписем çине лартăн-им?
(9) Эсĕ ăрусене тупа туса сăмах панăран Хăвăн çĕмренне туртса кăлартăн. Эсĕ çĕре çырмасемпе касса-çурса пĕтертĕн.
(10) Сана курсассăн, тусем чĕтресе ÿкрĕç, шывсем ыткăнчĕç; тĕпсĕр авăр сас пачĕ, аллине çÿле çĕклерĕ.
(11) Санăн вĕçекен çĕмренÿсен çути умĕнче, Санăн çиçекен сăннусен ялтравĕ умĕнче хĕвелпе уйăх хăйсен вырăнĕнчех чарăнса тăчĕç.
(12) Эсĕ çĕр тăрăх çилĕллĕ çÿретĕн те халăхсене тарăхса таптатăн.
(13) Эсĕ Хăвăн халăхна çăлма, Хăвăн çу сĕрнĕскерне çăлма тухатăн. Эсĕ йĕркесĕр йăх пуçлăхне пуç тÿпинчен ура тупанне çитиччен çарамаслантарса аркатса тăкатăн.
(14) Вĕсем чухăна вăрттăн çăтса яма шухăшланă евĕр хавасланса, мана çĕмĕрсе тăкма çавраçил пек вирхĕнсе тухсан, Эсĕ çав йăх çулпуçĕсен пуçлăхне Хăвăн сăннусемпе чиксе пăрахатăн.
(15) Эсĕ Хăвăн утусемпе тинĕс урлă, аслă шывсен авăрĕсем урлă çул хыврăн.
(16) Çакна илтрĕм те, ăшăм-чиккĕм çÿçенсе кайрĕ; çав хыпар çитсенех, тутам чĕтреме пуçларĕ, шăмă варрине çитичченех ыраттарса ячĕ, ура айĕнчи çĕр кисренчĕ; анчах хĕн-асап çитнĕ кунхине, халăхăм çине вăрă-хурах килсе тапăнсан, манăн лăпкă пулмалла.
(17) Смоква йывăçĕ çеçке çурмасан та, иçĕм йывăçĕ çимĕç памасан та, çу йывăçĕ ăнмасан та, тырă пусси çиме памарĕ пулсан та, картара — сурăх, пÿлмекре мăйракаллă выльăх юлмасан та —
(18) çавăн чухне те эпĕ Çÿлхуçашăн савăнăп, хама çăлакан Туррăмшăн хĕпĕртенĕп.
(19) Çÿлхуçа Турă — манăн хăватăм: Вăл манăн урана пăлан ури пек тăвĕ, Вăл мана хамăн çÿллĕ тăвăмсем çине илсе кайĕ!
[Юрлакан ушкăн пуçлăхне.]
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓
[…] – Аввакум 2:15. […]
КилĕштересКилĕштерес