Турă çинчен Вĕрентекен Сăваплă Иоанн Малашнехине Уçса пани

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Уçса пани

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]

1

Çак кĕнеке çинчен

(1) Малашлăхра часах мĕн пулассине Хăйĕн чурисене кăтартас тесе, Турă Иисус Христоса малашнехине уçса панă. Çăвна Вăл Хăйĕн ангелĕ урлă Хăйĕн чурине Иоана кăтартнă.

(2) Иоанн вара Турă Сăмахĕ çинчен, Иисус Христос çирĕплетсе калани çинчен тата хăй мĕн-мĕн курни-илтни çинчен каласа пĕлтернĕ.

Малаллине вулас

Иуда Çырăвĕ

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Сăваплă Иуда Апостолăн Мĕнпур Ĕненекене Янă Çырăвĕ

1

Саламлани

(1) Иисус Христос чуринчен, Иаковпа пĕртăван Иудăран – Атте Турă сăвапласа тасатнипе, Иисус Христос упранипе пурăнакан чĕнсе илнисене.

(2) Сире нумай-нумай ырăлăх, канăçлăх, юратулăх сунатăп.

Малаллине вулас

Иоанн Янă Виççĕмĕш Çыру

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Турă çинчен Вĕрентекен Сăваплă Иоанн Апостолăн Мĕнпур Ĕненекене Янă Виççĕмĕш Çырăвĕ

1

Саламлани

(1) Ватă çынран – савнă Гай патне. Эпĕ сана чăнласах юрататăп.

(2) Савнă тăванăм! Эпĕ санăн сывлăхушăн кĕлтăватăп, чуну ырăланса пынăçемĕн санăн пурне те ăнăçтарса пымалла пултăрччĕ тетĕп.

Малаллине вулас

Иоанн Янă Иккĕмĕш Çыру

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Турă çинчен Вĕрентекен Сăваплă Иоанн Апостолăн Мĕнпур Ĕненекене Янă Иккĕмĕш Çырăвĕ

1

Çăлăнăç

(1) Ватă çынран – хисеплĕ хĕрарăмпа унăн ачи-пăчи патне. Эпĕ сире чăнласах юрататăп. Сире эпĕ кăна мар, чăнлăхпа пурăнакансем пурте юратаççĕ.

(2) Эпир хамăр ăшăмăрсенчи чăнлăха пула юрататпăр. Çав чăнлăх ĕмĕрех пирĕнте пулĕ.

(3) Сире, чăнлăхпа тата юратулăхпа пурăнакансене, Атте Турăран тата Унăн Ывăлĕнчен Иисус Христос Хуçамăртан ырăлăх, тивлет, канăçлăх пултăр.

Малаллине вулас

1 Иоанн

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Турă çинчен Вĕрентекен Сăваплă Иоанн Апостолăн Мĕнпур Ĕненекене Янă Пĕрремĕш Çырăвĕ

1

Чĕрĕлĕх паракан Сăмах

1 2 3 4 5

(1) Эпир сирĕн патăра чăн малтан пуçласах пулни çинчен, хамăр илтни çинчен, куçăмăрсемпе курни çинчен, аллăмăрсемпе тытса пăхни çинчен – чĕрĕлĕх паракан Сăмах Турă çинчен – çырса пĕлтеретпĕр.

(2) Мĕншĕн тесен чĕрĕлĕх паракан килчĕ, эпир ăна куртăмăр, курни-илтнине çирĕплетсе пĕлтеретпĕр. Эпир сире Атте Турăри çав ĕмĕрлĕх чĕрĕлĕх хамăр патăра килни çинчен хыпарлатпăр.

Малаллине вулас

Петр Янă Иккĕмĕш Çыру

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Сăваплă Петр Апостолăн Мĕнпур Ĕненекене Янă Иккĕмĕш Çырăвĕ

1

Саламлани

(1) Иисус Христос чуринчен тата апостолĕнчен Симон Петртан – Туррăмăрпа Çăлаканăмăр Иисус Христос тÿрĕлĕхне пула хамăрпа танах паха ĕненÿ илнисене:

(2) Турра тата Христос Иисус Хуçамăра пĕлсе пынăçемĕн сире ырăлăхпа канăçлăх ытларах та ытларах пултăр.

Христианин пулма чĕнсе тата суйласа илни

(3) Хамăра мухтавĕпе тата ырăлăхĕпе Чĕнсе илекене пĕлнĕçемĕн пĕлсе пынă пирки Турра хисеплесе пурăнмашкăн мĕн кирлине йăлтах пире Унăн турăлăх хăвачĕ панă.

Малаллине вулас

Петр Янă Пĕрремĕш Çыру

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Сăваплă Петр Апостолăн Мĕнпур Ĕненекене Янă Пĕрремĕш Çырăвĕ

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5

1 Петр 1

Саламлани

(1) –

(2) Иисус Христос апостолĕнчен Петртан – Понт, Галати, Каппадоки, Аси, Вифини тăрăхĕнче сапаланса кайнисене, ытти ĕненекенсем пекех çак тĕнчешĕн юттисене. Иисус Христоса пăхăнмашкăн, Унăн Юнĕпе тасатмашкăн сире Атте Турă чăн малтанах палăртса хунă, Сывлăшпа сăваплатса суйласа илнĕ. Сире пурне те Турă ырăлăхĕпе канăçлăхĕ тата ытларах пултăр.

Чĕрĕ шанчăк

(3) Иисус Христос Хуçамăрăн Турри тата Ашшĕ мухтавлă пултăр. Унăн ырă кăмăлĕ виçесĕр. Христоса вилĕмрен чĕртсе тăратса Турă пире чĕрĕ шанчăк памашкăн çĕнĕрен çуратрĕ.

(4) Çав шанчăк – сирĕншĕн тÿпере упранакан таса, çĕрми, пĕтми еткер.

(5) Юлашки вăхăтсенче сирĕн çăлăнăç илмелле. Ĕненĕвĕре пула Турă хăвачĕ сире çавăншăн сыхласа усрать.

(6) Эппин, уншăн савăнăр. Халĕ тем тĕрлĕ тÿсме тивет пулин те, кăштах кулянса илĕр те, савăнăр.

Ылтăна вутпа тĕрĕсленĕ пек, сирĕн ĕненĕвĕр те асаппа тĕрĕсленет.

(7) Ылтăна вутпа тĕрĕсленĕ пек, сирĕн ĕненĕвĕр те асаппа тĕрĕсленет. Вара, Иисус Христос тепре килсессĕн, пĕтмелли ылтăнран хаклăрах ĕненĕвĕр хисепе, мухтава, чапа тивĕç пулĕ.

(8) Хăвăр курман Христоса эсир юрататăр; халĕ те, курмасăрах, Ăна ĕненетĕр, калама çук хĕпĕртесе, савăнмаллипех савăнатăр.

(9) Ĕнтĕ эсир ĕненĕвĕр тĕллевĕ патне – чуна çăласси патне – çитсе пыратăр.

(10) Çав çăлăнăç хăçан тата епле килессине пророксемех тĕплĕн тишкерсе тĕпченĕ. Эсир илес ырăлăх çинчен вĕсем малтанах каласа хунă.

(11) Христос курас асапсем çинчен, кайран Вăл мухтава тухасси çинчен Христос Сывлăшĕ пророксем урлă малтанах пĕлтернĕ. Вĕсем çакă хăш вăхăтра, мĕнлерех пуласса пĕлме тăрăшнă.

(12) Пророкла каланисем хăйсемшĕн мар, пирĕншĕн пулнине Турă пророксене уçса панă. Çÿлтен аннă Святой Сывлăш хăвачĕпе Ырă Хыпар пĕлтерекенсем халĕ сире çавăн çинченех ÿкĕтлесе вĕрентеççĕ. Çÿлти ангелсем те çав вăрттăнлăха пĕлесшĕн.

Сăваплă пурăнма чĕнсе калани

(13) Çавăнпа та, савнă тусăмсем, ăс-тăнăра çивĕчлетĕр, сыхă пулăр. Иисус Христос тепре килсессĕн хăвăр ырăлăх илессе çирĕп шанăр.

(14) Итлекен ачасем пек пулăр. Турра пĕлмен чухнехи, малтанхи çылăхлă кăмăла хăвăрпа хуçаланма ан парăр.

(15) Пачах та урăхла, хăвăра чĕнсе илнĕ Турăран тĕслĕх илсе, пур тĕлĕшĕнчен те сăваплă пулăр.

(16) Çырнинче çапла каланă: «Таса пулăр, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ таса».

(17) Çын кам пулнине кура мар, ĕçне кура Хаклакана Атте тетĕр пулсан, хăвăршăн ют тĕнчере Турă сумлăхĕнчен хăраса пурăнăр.

(19) Пĕлетĕр ĕнтĕ, сире мăн аслаçăрсенченех юлнă пушă пурăнăçран тутăхса пĕтекен ылтăн-кĕмĕлпе мар, пĕр çитменлĕхсĕр, таса Путек евĕр Христосăн хаклă Юнĕпе тÿлесе илнĕ.

(20) Тĕнчене пултаричченех Ăна парнелĕхе палăртса хунă, анчах та сире çăлмашкăн Вăл юлашки вăхăтсенче çеç çĕр çине килнĕ.

(21) Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратнă, мухтава кăларнă Турра эсир Христос урлă ĕненнĕ. Çавăнпа та сирĕн ĕненĕвĕрпе шанчăкăр – Турăра.

(22) Пĕр-пĕрне яланах чунтан-чĕререн юратăр. Ĕненекен тăванăрсене ултавсăр юратас тесен вара чунăрсене чăнлăха пăхăннипе, Святой Сывлăш пулăшнипе тасатăр.

(23) Эсир вилĕмлĕ этемрен мар, вилĕмсĕр те ĕмĕр-ĕмĕр пурăнакан Турă сăмахĕнчен çĕнĕрен çуралнă.

(24) Мĕншĕн тесен çапла каланă: «Пур çын та курăк пек, этемĕн кирек епле чапĕ те курăк çинчи чечек пек. Курăкĕ типет те, чечекĕ тăкăнать,

(25) Хуçамăр сăмахĕ кăна ĕмĕр-ĕмĕр пурăнать». Çав сăмаха – Турă сăмахне – сире ÿкĕтлесе вĕрентнĕ те ĕнтĕ.

1 Петр 2

Чĕрĕ чул тата сăваплă халăх

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5

(1) Çапла вара, тĕрлĕ çилĕрен, тĕрлĕ чеелĕхпе икĕпитлĕхрен, кĕвĕçÿрен, çынна хурласран хăтăлăр та,

(2) çăлăнăç илмешкĕн ÿссе çитеесчĕ тесе, кăкăр ачисем пек, чун-чĕмĕн таса сĕчĕ патне туртăнăр.

(3) Ĕнтĕ эсир астивсе пăхрăр, Хуçамăр ыррине куртăр.

(4) Эсир Ун патне, чĕрĕ чул патне, çывхаратăр. Çынсем ăна пăрахăçланă, анчах та Турăшăн вăл паха пулнă, Турă ăна суйласа илнĕ.

(5) Эсир те чĕрĕ чул евĕрлĕ. Чун-чĕм çуртне купаланă чухне Турра хăвăрпа усă курма парăр. Иисус Христос урлă Турра юрăхлă чун-чĕм парнисем кÿмешкĕн çав çуртра сирĕн сăваплă священниксем пулмалла.

(6) Çырнинче çапла каланă: «Акă, суйласа илнĕ, хаклă, никĕсри тĕп чула Эпĕ Сионра хуратăп; Ăна ĕненекен намăса юлмĕ».

(7) Çапла вара, сирĕншĕн, ĕненекенсемшĕн, Вăл питĕ хаклăскер. Ĕненменнисемшĕн – çурт тăвакансем пăрахăçланă чул кăна. Анчах та Вăл никĕсри тĕп чул пулса тăчĕ. Вăл – такăнтаракан чул, такăнтарса ÿкерекен чул.

(8) Турă сăмахне ĕненменнисене унран такăнма пÿрнĕ.

(9) Эсир вара – суйласа илнĕ халăх, Патша священникĕсем, сăваплă халăх, Туррăн çыннисем. Сирĕн тивĕçĕр – хăвăра тĕттĕмрен Хăйĕн чаплă çутине Чĕнсе илекенĕн тĕлĕнмелле ĕçĕсем çинчен хыпарласси.

(10) Тахçан эсир те халăхах пулман, халĕ – Туррăн халăхĕ. Тахçан сире каçарман, халĕ – каçарнă.

Турă чурисем пек пурăнăр

(11) Савнă тусăмсем! Эсир çак тĕнчере юттисем, çул çÿревçĕсем. Эпĕ сире чунăрсемпе кĕрешекен ÿт-пÿ хистенинчен пăрăнма тархаслатăп.

(12) Ытти халăхсем хушшинче ырă туса пурăнăр, вĕсемшĕн тĕслĕх пулăр. Вара вĕсем, халĕ сире усал тăвакансем тесе хурлаççĕ пулин те, сирĕн ырă ĕçĕрсене курса, Турă килнĕ кун Ăна мухтаччăр.

(13) Çĕр çинчи пуçлăхсене Хуçа Турăшăн пăхăнăр: патшана – патшалăхра чи асли пулнишĕн,

(14) вăл лартнă пуçлăхсене – усал тăвакансене айăпласа, ырă тăвакансене хисепе кăларнишĕн.

(15) Мĕншĕн тесен Турă ирĕкĕ çапла: пирĕн, ырă туса, пĕлмесĕр калаçакан ăссăр çынсен çăварне хупламалла.

(16) Ирĕклĕ çынсем пулин те, ирĕклĕхпе витĕнсе усал тăвакансем пек мар, Турă чурисем пек пурăнăр.

(17) Пурне те сума сăвăр, ĕненекен тăванăрсене юратăр, Турăран хăрăр, патшана хисеплĕр.

Христос асапĕсен тĕслĕхĕ

(18) Эй, тарçăсем! Хуçăрсене хăраса сума сăвăр. Ырă та хĕрхенÿллĕ хуçасене кăна мар, хаяррисене те сума сăвăр.

(19) Айăпсăрах хĕн-хур куракан хăйĕн асапне Турă çинчен шухăшласа тÿсĕмлĕн чăтни Турра юрăхлă.

(20) Айăпа кĕнишĕн хĕненине чăтăмлăн тÿсетĕр пулсан, сире мĕн мухтамалли пур? Анчах та ырă тунишĕн нуша куратăр, тÿсетĕр пулсан – çакă Турра юрăхлă.

(21) Сире çавăншăн чĕнсе илнĕ те, мĕншĕн тесен Христос пирĕншĕн асап тÿснĕ. Хăй хыççăн пыракансем пулччăр тесе Вăл пире тĕслĕх кăтартнă.

(22) Вăл нимĕнле çылăх та туман, Унăн чĕлхи-çăварĕнче нимĕнле ултав та пулман.

(23) Хăйне сăмахпа хур тăвакансене Вăл хур туман, асап кăтартакансене асаппа хăратман, тавăрассине Тÿрĕ суд Тăвакан аллине панă.

(24) Пире çылăхсенчен хăтарас, тÿрĕ пурăнтарас тесе, Вăл пирĕн çылăхсене Хăйĕн ÿчĕпе хĕрес çине çĕкленĕ. Эсир Унăн суранĕсемпе сывалнă.

(25) Мĕншĕн тесен эсир çĕтсе кайнă, кĕтÿçĕсĕр сурăхсем евĕрччĕ, халĕ вара чунăрсен Кĕтÿçи тата Сыхлавçи патне тавăрăнтăр.

1 Петр 3

Арăмĕсемпе упăшкисем

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5

(1) –

(2) Эй, арăмсем! Эсир те çавнашкалах упăшкăрсене итлĕр. Вара, арăмĕсем хăйсене епле тыткаланине, Турăран хăраса тата таса пурăннине курса, Ырă Хыпара йышăнман хăшĕ-пĕрин упăшкисем пĕр сăмахсăрах ĕненме пуçлĕç.

(3) Çÿç-пуçа хитрелетсе явни, ылтăн капăрчăксем çакни, япшар çи-пуç тăхăнни – тулаш илем кăна. Сирĕн илемĕр вара ун пек мар,

(4) ăшри, чун-чĕрери пытарăнчăк, пĕтми илем пултăр. Йаваш та лăпкă кăмăл Турăшăн хаклă.

(5) Шăпах çакнашкал илемпе пурăннă та Турра шанакан сăваплă хĕрарăмсем ĕлĕкрех: вĕсем упăшкисене итленĕ.

(6) Сарра та Авраама пăхăннă, ăна хуçам тенĕ. Нимĕнрен хăрамасăр ырă туса пурăнатăр пулсан, эсир те Саррăн хĕрĕсем пулатăр.

(7) Эй, упăшкисем! Эсир те çавнашкалах арăмăрсене ăнланса, черчен савăт-сапана тыткаланă пек, упраса пурăнăр, ĕненÿ тĕлĕшĕнчен вĕсем пирĕнпе пĕрлех парнелĕхе чĕрĕлĕх илес çынсем тесе хисеплĕр. Вара сире таса чунтан кĕлĕ тума нимĕн те чăрмантармĕ.

Тÿрĕлĕхшĕн хур курасси

(8) Тата çакна каламалла: пĕр шухăш-туйăмлă пулăр, ĕненекен тăванăрсене юратăр, хĕрхенÿллĕ, вашаватлă, сăпайлă пулăр.

(9) Усала хирĕç усалпа, сăмахпа кÿрентернине хирĕç кÿрентерÿпе ан тавăрăр, тавăрас вырăнне пиллĕх сунăр. Çакна пĕлсе тăрăр: Турă сире пиллĕхлĕ пулмашкăн суйласа илнĕ.

(10) Кам савăнса пурăнасшăн, ырă кун-çул курасшăн, çав чĕлхи-çăварне усал, ултавлă сăмахсенчен чартăр.

(11) Усал ĕçрен пăрăнтăр, ырă ĕç тутăр; канăçлăх шыраса канăçлăх патне ăнтăлтăр.

(12) Мĕншĕн тесен Хуçа Турă тÿрĕ çынсем çине пăхать, вĕсен кĕллине итлет. Усал тăвакансенчен вара вĕсене çĕр çинчен пĕтерес тесе Хуçамăр пăрăнать.

(13) Эсир ырришĕн тăрăшатăр пулсан, камах сире усал тăвайĕ

(14) Енчен те тĕрĕслĕхшĕн хур куратăр пулсан, эсир телейлĕ. Усал тăвакансенчен ан шикленĕр, ан хăрăр.

(15) Чун-чĕрĕрте Хуçа Турра хисеплĕр. Эсир мĕне шанни çинчен кам та пулин ыйтсан вара йăвашшăн, чунтан хисеплесе хурав пама яланах хатĕр пулăр.

(16) Христоспа пĕрлĕхлĕ ырă пурăннăшăн сире усал тăвакансем теççĕ, усал сăмах сараççĕ. Çав элекçĕсене намăса хăвармашкăн таса чунлă пулăр.

(17) Турă ирĕкĕ çапла пулсассăн, эппин, ырă ĕçшĕн асапланни усал ĕçшĕн асапланнинчен аванрах.

(18) Мĕншĕн тесессĕн, пире Турă патне илсе пырас тесе, Христос та пирĕн çылăхсемшĕн асап курнă. Вăл, Тÿрĕскер, тÿрĕ мар пурăнакансемшĕн пĕрре вилнĕ. Ÿт-пĕвне вĕлернĕ пулин те, Вăл, чун-чĕмĕпе чĕрĕлсе,

(19) тамăка анса, унти чунсене Ырă Хыпар пĕлтернĕ.

(20) Ĕлĕк-авал, Ной вăхăтĕнче, карап тунă чухне, Турă çав чунсем пăхăнасса чăтăмлăн кĕтнĕ пулин те, вĕсем пăхăнман. Вара карап çине нумаййăн та мар, саккăрăн ларнă та шыв çинче çăлăнса юлнă.

(21) Çакă вăл – пулассин сăнарĕ: халĕ эпир, çăлăнас тесе, шыва кĕретпĕр. Шыва кĕни вара ÿт-пĕве çуса тасатни мар, таса чунпа пурăнмашкăн Турра сăмах пани. Иисус Христос чĕрĕлсе тăнине пула, шыва кĕни пире çăлăнăç патне илсе пырать.

(22) Христос, тÿпене çĕкленсе, Туррăн сылтăм енне ларнă; Ăна ангелсем те, çÿлти влаçсемпе хăватсем те пăхăннă.

1 Петр 4

Туррăн ырăлăхĕпе лайăх хуçа пек усă курăр

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5

(1) Христос сирĕншĕн ÿт-пĕвĕпе епле асап курнă, эсир те çаплах, çав шухăш-кăмăлпах çирĕпленĕр. Мĕншĕн тесен ÿт-пĕвĕпе асап куракан çылăха кĕме пăрахать.

(2) Çав шухăш-кăмăлпа çирĕпленсе вара çĕр çинчи юлнă кун-çула çылăхлă кăмăл хыççăн кайса мар, Турă ирĕкне пăхăнса пурăнасчĕ тейĕр.

(3) Ĕнтĕ çитĕ, ахаль те эсир чăн Турра пĕлмен халăхсем пек кăмăл хыççăн кайса чылай вăхăт хушши путсĕрленсе, аскăнланса арçын арçынпа е выльхпа асса, ясар шухăшласа, ĕçке ерсе, намăссăр ĕçкĕ-çикĕсем ирттерсе, ирсĕр кĕлеткесене пуççапса пурăнтăр.

(4) Халĕ вара вĕсем, эсир ĕлĕкхи пек вĕсемпе пĕрле çапла путсĕр пурăнма килĕшменнинчен тĕлĕнсе, сирĕн çинчен усал сăмах сараççĕ.

(5) Ĕнтĕ Вăл чĕррисене те, вилнисене те суд тума хатĕр, вĕсем Унăн умĕнче явап тытĕç.

(6) Этемле ÿт-пĕвĕпе суд умне тăма тивнĕ пулин те, Турăлла чун-чĕмĕпе чĕрĕлĕхе кĕрейччĕр тесе, вилнисене Ырă Хыпар пĕлтернĕ те ĕнтĕ.

(7) Ĕнтĕ йăлтах вĕçленес вăхăт çитсе пырать. Эппин, ăслă-тăнлă пулăр, кĕлтуса сыхă тăрăр.

(8) Пуринчен те ытларах вара пĕр-пĕрне юратăр, мĕншĕн тесен юратулăх нумай-нумай çылăха саплаштарать.

(9) Пĕр-пĕринпе ÿпкевсĕр-мĕнсĕр тараватлă пулăр.

(10) Сирĕнтен кашнинех Турă пултарулăх панă. Эппин, пĕр-пĕриншĕн тăрăшса, Туррăн тĕрлĕ ырăлăхĕпе лайăх хуçа пек усă курăр.

(11) Кама вĕрентме пÿрнĕ, çавă Турă сăмахĕпе калаçтăр. Кама Турă ячĕшĕн ĕçлеме пÿрнĕ, çавă Турă хăвачĕпе ĕçлетĕр. Çаксене йăлтах Иисус Христос урлă Турра мухтава кăларасчĕ тесе тăвăр. Вăл ĕмĕр-ĕмĕр мухтавлă, хăватлă. Аминь.

Христианин пек асап тÿссе

(12) Эй, савнă тусăмсем! Хăвăра асап вучĕ пĕçертсессĕн, мĕскер пулса иртет тесе ан тĕлĕнĕр – эсир асап витĕр тухса тĕрĕсленетĕр.

(13) Кулянас вырăнне, Христос асапĕсене тÿсмешкĕн эпир те хутшăнатпăр тесе хĕпĕртĕр. Вара Унăн мухтавĕ чăннипех палăрнă кун эсир хĕпĕртемеллипех хĕпĕртĕр.

(14) Сире Христос ячĕшĕн хурлаççĕ пулсан, эсир телейлĕ, эппин, сирĕнте мухтав Сывлăшĕ, Святой Сывлăш пур. Вĕсем Ăна хурлаççĕ, эсир – мухтава кăларатăр.

(15) Сирĕнтен пĕрин те вĕлерсе е вăрласа, е усал туса, е çынăнне хапсăнса айăпланмалла ан пултăрччĕ çеç.

(16) Христианин пулнăшăн тÿсетĕр пулсан, ан вăтанăр. Вăтанас вырăнне, çапла шăпа пÿрнишĕн Турра мухтăр.

(17) Суд часах пуçланмалла. Пирĕн, Турă халăхĕн, суд умне чи малтан тăмалла. Суд тума пирĕнтен пуçлаççĕ пулсан, Туррăн Ырă Хыпарне пăхăнманнисемпе мĕн пулĕ?

(18) Тÿрĕ пурăнакан çын аран-аран çăлăнса юлаять пулсан, Турра хисеплеменнине, çылăхлине мĕн кĕтет?

(19) Эппин, Турă ирĕкĕпе асап тÿсекенсем чунĕсене Хăй сăмахне тытакан Пултаракана шанса паччăр, малашне те ырă тусах пурăнччăр.

1 Петр 5

Турă кĕтĕвĕшĕн тăрăшасси

Тупмалли

1 | 2 | 3 | 4 | 5

(1) Эпĕ хам та чиркÿ пуçлăхĕ, Христос асапĕсене куçăн кураканĕ. Вăл тепре килсессĕн Унăн мухтавне тивĕçес çын пулнă май, сирĕн чиркÿ пуçлăхĕсене йăлăнсах калатăп:

(2) хăвăра шанса панă Туррăн кĕтĕвне пăхăр, сыхлама хушнăран мар, чун хушнипе тата Турра юрăхлă сыхлăр. Пуяс тесе мар, ĕçе тĕплĕн тăвас тесе тăрăшăр.

(3) Хăвăра пăхма шанса панисем вĕсем сирĕн мар – Туррăн. Çавăнпа вĕсемпе ан хуçаланăр, вĕсемшĕн тĕслĕх пулăр.

(4) Вара, Çÿлти Кĕтÿçĕ килсессĕн, эсир мухтавăн шанми пуç кăшăлне илме тивĕç пулăр.

(5) Эсир те, кĕçĕннисем, аслисене итлĕр. Вара пурте, пĕр-пĕрне итлесе, пĕр-пĕринпе сăпайлă та йăваш пулăр. Мĕншĕн тесен Турă мăн кăмăллисене хирĕçлет, йăвашшисене Хăйĕн тивлетне парать.

(6) Ĕнтĕ Туррăн вăй-хăватлă алли умĕнче пуçăрсене тайăр, вăхăчĕ çитсессĕн Вăл сире çÿле çĕклĕ.

(7) Вăл сирĕншĕн тăрăшать, çавăнпа та хăвăр хуйха Ăна шанса парăр.

(8) Ăслă-тăнлă та сыхă пулăр: сирĕн тăшман, шуйттан, арăслан пек хăрлатса, кама хыпса çăтмаллине шыраса çÿрет.

(9) Çирĕп ĕненÿпе ăна хирĕç тăрăр. Ĕненекен тăванăрсем те пĕтĕм тĕнчипе çавнашкал асапах курнине асрах тытăр.

(10) Асап курасси сирĕн нумаях юлмарĕ: тĕрлĕ ырăлăхăн Турри пире Христос Иисус урлă Хăйĕн ĕмĕрлĕх мухтавне пама чĕнсе илнĕ. Çав вăхăтлăх асапсене тÿссе ирттерсессĕн Вăл сире ура çине тăратĕ, çирĕплетĕ, хăватлатĕ, тĕреклетĕ.

(11) Вăл ĕмĕр-ĕмĕр мухтавлă, хăватлă. Аминь.

Çыру вĕçĕнчи саламсем

(12) Çак кĕске çырăва Силуан пулăшнипе çыртăм. Ман шухăшпа, вăл сирĕн шанчăклă тăванăр. Çырасса эпĕ сире хавхалантарас тата шантарас тесе çыртăм. Мĕн калани йăлтах – Туррăн чăн-чăн ырăлăхĕ çинчен çирĕплетсе калани, çавна эсир тытса пырăр.

(13) Сире Вавилонри хăвăр пекех суйласа илнĕ ĕненекенсем тата ĕненÿри ывăлăм Марк салам яраççĕ.

(14) Пĕр-пĕрне тăванла юратса чуптăвăр. Сире, Христос Иисуспа пĕрлĕхлисене, пурне те канăçлăх пултăр. Аминь.

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓