Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Михей Пророк Кĕнеки
1
(1) Çÿлхуçа Морасфа çыннине Михее Иудейăра Иоафам, Ахаз тата Езекия патшара ларнă вăхăтра Самарипе Иерусалим çинчен пĕлтерсе каланă сăмах.
(2) Эй халăхсем, пурте итлĕр, эй çĕр, çĕре тултарса тăракансем, тăнлăр пурте! Çÿлхуçа Турă, Хăйĕн таса Çуртĕнчен курса тăракан Çÿлхуçамăр, сире хирĕç кÿнтелетĕр!
(3) Акă ĕнтĕ Çÿлхуçа Хăй тăракан вырăнтан тухĕ те, тÿперен анса, çĕрĕн çÿллĕ вырăнĕсем çине пусĕ.
(4) Ун ури айĕнче тусем вут-çулăм çинчи ăвăс пек ирĕлсе кайĕç, айлăмсем чăнкă çĕртен юхакан шывсем пек пайланса кайĕç.
(5) Çакă пĕтĕмпех Иаковăн усаллăхĕшĕн, Израиль килĕн çылăхĕшĕн пулĕ. Иаков усаллăхĕ камран килнĕ? Самарирен мар-и-ха? Иудейăра тÿпем вырăнсене кам туса хунă? Иерусалим мар-и-ха?
(6) Çакăншăн Самарирен хирти ишĕлчĕк купи, иçĕм йывăçĕ лартса ÿстермелли вырăн туса хурăп; унăн чулĕсене айлăмалла сирпĕтĕп, ăна никĕсĕ тухиччен çĕмĕрĕп.
(7) Вăл пуççапакан суя турăсен кĕлеткисем арканĕç, унăн аскăнлăх парнийĕсем пурте вутра çунса кайĕç, унăн пĕтĕм йĕрĕхне çĕмĕрсе тăкăп, мĕншĕн тесен вĕсене вăл аскăнлăх парнисенчен туса лартнă; вĕсем каллех аскăнлăх парнисемех пулĕç.
(8) Çакăншăн эпĕ куççуль тăкăп, ĕсĕклесе йĕрĕп, çаратса хăварнă, çарамас юлнă çын пек çÿрĕп, шакал пек ÿлĕп, страус пек макăрăп,
(9) мĕншĕн тесен вăл арканни чуна ыраттарать, çак инкек ĕнтĕ Иуда патне, ман халăхăмăн хапхи патне, Иерусалим патнех çитрĕ.
(10) Çакăн çинчен Геф хулинче ан пĕлтерĕр, унта хыттăн ан макăрăр; анчах Офра ялĕнче кĕлпе сапăн.
(11) Эй Шафир хулин хĕрĕ-арăмĕ, сире намăсла çарамаслантарнă, ĕнтĕ урăх вырăна куçса кайăр; Цаанра пурăнакансем те тухса тараймĕç; Ецель ялĕнче йĕреççĕ — унта сире хÿтлĕх памĕç.
(12) Марофа хулин хĕрĕ-арăмĕ хăйĕн пурлăхĕшĕн хуйхăрать: Çÿлхуçа янă йывăрлăх Иерусалим хапхи патнех анчĕ.
(13) Эй Лахис хĕрĕ-арăмĕ, урапуна хăвăрт чупакан утсем кÿлсе тăрат; эсĕ — Сион хĕрĕ тунă çылăхăн пуçламăшĕ, Израилĕн усал ĕçĕсем санра курăна пуçларĕç.
(14) Çавăнпа эсĕ парнÿсене Морешеф-Гефа ярса тăрăн; анчах Ахзив ялĕсем Израиль патшисемшĕн ултавлă пулĕç.
(15) Эй Мореш хулин хĕрĕ-арăмĕ, сан патна тата еткерçĕне илсе пырăп; Одоллам патнех — Израиль чапĕ патнех — çитет вăл.
(16) Хăвăн ăшшăн юратнă ывăлусемшĕн хуйхăрса, çÿçне илтерсе яр, кастар; шакла хырса яр, тĕк тăкакан ăмăрткайăк пек пул: вĕсене ĕнтĕ сан патăнтан куçарса кайĕç.
2
(1) Йĕркесĕр ĕç тума шухăшлакансене, выртнă вырăнĕ çинче усал ĕçсем шухăшласа кăларса, хăйсенĕн аллинче вăй пуррине кура, çав ĕçсене ирхине тул çутăлнă чухне тăвакансене хуйхă çитĕ!
(2) Тырă пуссине хапсăнаççĕ те — ăна вăйпа илеççĕ, çуртсене хапсăнаççĕ те — вĕсене те туртса илеççĕ; çыннине те, унăн килçуртне те, çыннине те, унăн пурлăхне те çаратса каяççĕ.
(3) Çавăнпа Çÿлхуçа çапла калать: акă Эпĕ çак ăру çине хĕн-асап яма шухăшлатăп, эсир ăна ĕнсĕр çинчен сирсе пăрахаймăр, йăрăсланса çÿреймĕр: ку вăл — усал вăхăт.
(4) Çав кун сирĕн çинчен ытарăш каласа парĕç, хура куççулĕпе йĕрсе çапла калĕç: «эпир пĕтĕмпех çука тăрса юлтăмăр! халăхăмăн еткерлĕх çĕрне урăххисене пачĕç; ман аллăма мĕнле таврăнĕ вăл! ĕнтĕ пирĕн хирсене ют халăх çыннисене валеçсе панă» тейĕç.
(5) Çавăнпа санăн Çÿлхуçа умĕнчи пухура çĕр виçмешкĕн шăпа ярса параканĕ никам та пулмĕ.
(6) Эй пророксем, пророкла ан калаçăр; хăвăрăн мăшкăл курмалла ан пултăр тесессĕн, вĕсене малашне мĕн пулассине ан калăр.
(7) Эй Иаков килĕ ятлăскер! Çÿлхуçа Сывлăшĕ чакрĕ-им вара? Унăн ĕçĕсем çавăн пек-им? тĕрĕс пурăнакана Манăн сăмахăмсем ырăлăх кÿмеççĕ-им вара?
(8) Ĕлĕк Манăн пулнă халăхăм тăшман пек çĕкленчĕ, эсир ĕнтĕ лăпкăн иртсе çÿрекен, вăрçă çинчен шутламан çынсенĕн çиелти тумтирне те, аялти тумтирне те сÿсе илетĕр.
(9) Манăн халăхăм арăмĕсене эсир хăтлă çурчĕсенчен хăваласа кăларатăр; вĕсен ачисенчен эсир яланлăхах Манăн илеме туртса илетĕр.
(10) Тăрăр та тухса кайăр: çакă çĕршыв канлĕх вырăнĕ мар; ăна тасамарлăхшăн тустарĕç, çитменнине тата тискеррĕн тустарĕç.
(11) Эхер те пĕр-пĕр çăмăлттай суя суйса: «эпĕ сана эрехпе çиккер çинчен вĕрентĕп» тесессĕн, вăл çак халăхшăн юрăхлă вĕрентекен пулнă пулĕччĕ.
(12) Эй Иаков, епле пулсан та сана пĕтĕмпе пуçтарăп, Израилĕн йăлкăмĕсене пĕрлештерĕпех, Восора хулинчи сурăхсем пек, сурăх картинчи кĕтÿ пек, вĕсене пĕрле хутăштарăп; вĕсем вара çын нумаййипе шавласа кайĕç.
(13) Вĕсен умĕнче хÿме çĕмĕрекенĕ пырĕ; вĕсем чăрмавсене аркатса тăкĕç, хапха витĕр кĕрсе ун витĕрех тухĕç; вĕсенĕн патши вĕсен умĕнче пырĕ, чăн малта вара вĕсенĕн Çÿлхуçи пулĕ.
3
(1) Каларăм вара эпĕ: итлĕр-ха, Иаков йăхĕн пуçлăхĕсем, Израиль килĕн çулпуçĕсем: сирĕн тĕрĕссине пĕлмелле марччĕ-и? терĕм.
(2) Эсир вара ыррине кураймастăр, усаллине юрататăр; çынсенчен вĕсенĕн тирне сÿсе илетĕр, вĕсенĕн шăмми çумĕнчен ÿтне сĕветĕр,
(3) Ман халăхăмăн ÿтне çиетĕр, тирне сĕветĕр, шăммисене вататăр, чÿлмеке янă пек тĕпрететĕр, ÿтне хурана янă пек ваклатăр, терĕм.
(4) Вĕсем Çÿлхуçана тархаслĕç, анчах Вăл вĕсене илтмĕ, вĕсем усал ĕç тунă вăхăтра вĕсенчен Хăйĕн сăнне те пытарĕ.
(5) Ман халăхăма аташтаракан пророксем çинчен Çÿлхуçа çапла калать: вĕсем шăлĕпе кăшлаççĕ — канăçлăх çинчен вĕрентеççĕ, кам вĕсен çăварне нимĕн те хумасть, ăна хирĕç вăрçă пуçараççĕ.
(6) Çавăнпа Турă кăтартни вырăнне сирĕншĕн тĕттĕм каç пулĕ, малашнехине пĕлтерни вырăнне сĕмлĕх пулĕ; пророксем тĕлĕнче хĕвел анса ларĕ те, вĕсен тĕлĕнче кун тĕттĕмленĕ.
(7) Витĕркурансем намăсланĕç, юм юмлакансем намăса юлĕç, вара вĕсен пурин те çăварĕ хупăнĕ, мĕншĕн тесен Турăран хурав пулмĕ.
(8) Эпĕ вара Иакова хăйĕн усал ĕçне, Израиле хăйĕн çылăхне пĕлтермешкĕн Çÿлхуçа Сывлăшĕн хăвачĕпе, тĕрĕслĕхпе тата çирĕплĕхпе тĕреклĕлентĕм.
(9) Апла итлĕр çакна, Иаков килĕн пуçлăхĕсем, Израиль килĕн çулпуçĕсем, тĕрĕс сутран йĕрĕнекенсем, пур тÿрĕ ĕçе те кукăртса яракансем,
(10) Сиона юнран, Иерусалима тĕрĕсмарлăхран тăвакансем!
(11) Унăн пуçлăхĕсем сут тунăшăн парне илеççĕ, унăн священникĕсем тÿлевлĕ вĕрентеççĕ, унăн пророкĕсем малашлăха укçалла пĕлтереççĕ, çав хушăрах Çÿлхуçана шанаççĕ: «Çÿлхуçамăр пирĕн хушшăмăрта мар-и-ха? Пире инкек çитес çук!» тееççĕ.
(12) Çавăнпа сире пула Сиона хир пек сухаласа пăрахĕç, Иерусалим ишĕлчĕк купи пулĕ, çак Çуртăн тăвĕ вăрманлă сăрт пулса юлĕ.
4
(1) Юлашки кунсенче çапла пулĕ: Çÿлхуçа Çурчĕн тăвне ытти тусенчен асла кăларĕç, сăрт-ту хушшинче чи чапли çавă пулĕ, халăхсем ун патне çул тытĕç.
(2) Нумай-нумай йăх пуçтарăнĕ, калĕç вара: «килĕр, Çÿлхуçа тăвĕ çине, Иаков Туррийĕн Çурчĕ патне улăхар, Вăл пире Хăиĕн çулĕсене кăтартĕ — эпир Унăн сукмакĕсемпе çÿрĕпĕр: Сионран саккун килĕ, Иерусалимран Çÿлхуçа сăмахĕ килĕ» тейĕç.
(3) Вăл халăхсен тавăçне татса парĕ, нумай ăрăва хунтăласа тÿрре кăларĕ; вара вĕсем хăйсен хĕçĕнчен — сухапуçĕ, хăйсен сăннинчен çурла туптаса тăвĕç; пĕр халăх тепĕр халăх çине хĕç çĕклемĕ, текех вăрçă вăрçма та вĕренмĕç.
(4) Кашнийĕ хăйĕн иçĕм йывăçĕ айĕнче, хăйĕн смоква йывăçĕ айĕнче ларĕ, вĕсене никам та хăратмĕ — Саваоф Çÿлхуçа çапла каланă.
(5) Халăхсем пурте харпăр хăй туррин ячĕпе çÿреççĕ; эпир вара ĕмĕр-ĕмĕрех Çÿлхуçа Туррăмăр ячĕпе çÿрĕпĕр.
(6) Çавă кун уксаххисене пуçтарăп, тет Çÿлхуçа, салатса янисене Эпĕ йывăрлăх янипе хĕн-асап тÿснисемпе пĕрлештерĕп.
(7) Уксаххисене йăлкăм, инçете сапаланса кайнисене вăйлă халăх тăвăп та, Çÿлхуçа вара Сион тăвĕ çинче çакăнтан малашне ĕмĕр-ĕмĕрех вĕсенĕн патши пулĕ.
(8) Эсĕ вара, кĕтÿ пашнийĕ, Сион хĕрĕн сăрчĕ! сан патна ĕлĕкхи чапу таврăнĕ, ĕлĕкхи пек пуç пулса тăрăн, Иерусалим хĕрĕсем патне патшалăх таврăнĕ.
(9) Мĕн пирки эсĕ халĕ çапла кăшкăрса йĕретĕн? Патшу çук-и санăн? Е хăвна канаш паракансăр тăрса юлтăн-и, çавăншăн çуратакан арăм аптăраса ÿкнĕ пек асапланатăн-и?
(10) Эй Сион хĕрĕ, тертлен, çуратакан арăм асапĕпе асаплан: эсĕ халĕ хуларан тухăн, хирте пурăнăн, çапла Вавилона çитĕн; çавăнта çăлăнăн эсĕ, çавăнта сана Çÿлхуçа хăвăн тăшманусен аллинчен хăтарĕ.
(11) Халĕ вара сана хирĕç халăхсем пуçтарăнчĕç, çапла калаççĕ: «вăл ирсĕрленсе юлтăр та, пирĕн куçăмăр Сиона курса тăрантăр!» теççĕ.
(12) Анчах вĕсем Çÿлхуçа шухăшне пĕлмеççĕ, Унăн ăсне чухлаймасăр, Вăл хăйсене анкартине кĕлте пухнă пек пухнине тавçăрса илеймеççĕ.
(13) Эй Сион хĕрĕ, тăр та авăн çап, Эпĕ сан мăйракуна тимĕртен тăвăп, чĕрнÿне пăхăртан тăвăп, эсĕ вара халăхсене нумайăшне çĕмĕрсе тăкăн та : пухнă пурлăхне, вĕсен пуянлăхне пĕтем çĕрĕн Патшине, Çÿлхуçана, парнелĕн.
5
(1) Эй эшкерсенĕн хĕрĕ, ĕнтĕ хускал, ĕнтĕ вăрçа çĕклен: пире йĕри-тавра хупăрласа илчĕç, Израиль тÿрине питĕнчен алă туйипе çапа-çапа хĕнĕç.
(2) Эй Вифлеем-Ефрафа, эсĕ Иудăн пинпин çынлă хулисенчен кĕçĕн-им вара? сан хушшунтан Ман валли Израильре Патша пулаканĕ çуралĕ, Вăл чăн пуçламăшĕнчен, ĕмĕрхи кунсенчен тухĕ.
(3) Çавăнпа çуратаканĕн çуратас вăхăчĕ киличчен Вăл вĕсене пăрахса хăварĕ; çуратсассăн — Израиль ывăлĕсем патне чĕрĕ юлнă тăванĕсем те таврăнĕç.
(4) Вара тăрĕ те Вăл Хăй халăхне Çÿлхуçа хăвачĕпе, Хăй Çÿлхуçа Туррин аслă ячĕпе пăхса усрĕ, çапла вĕсем хăрушлăх курмасăр пурăнĕç, мĕншĕн тесен ун чухне Вăл тĕнче хĕррине çитиех асла тухĕ.
(5) Вăл канăçлăх пулĕ. Ассур пирĕн çĕрĕмĕре килсе пирĕн тĕреклĕлетнĕ çуртăмăрсене кĕрсе кайсан, эпир вĕсене хирĕç çичĕ кĕтÿçĕпе сакăр пуçлăх кăларса тăратăпăр.
(6) Вĕсем Ассур çĕрне хĕçпе сыхлĕç, Немврод çĕрне унăн хапхинчех сыхласа тăрĕç; Ассур пирĕн çĕрĕмĕр çине, эпир пурăнакан çĕр çине кĕрсен, унран шăпах Вăл çăлса хăварĕ.
(7) Иаковăн йăлкăмĕ халăхсем хушшинче, тĕрлĕ халăх хушшинче, Çÿлхуçа панă сывлăм пек, курăк çине çунă вăйлă çумăр пек пулĕ, вăл ĕнтĕ çынна пăхăнса тăмĕ, Адам ывăлĕсене шанса пурăнмĕ.
(8) Иаковăн йăлкăмĕ халăхсем хушшинче, нумай-нумай йăх хушшинче, вăрманти тискер кайăксем варринчи арăслан пек, сурăх кĕтĕвĕ варринчи çамрăк арăслан пек пулĕ, тапăнсан çав çамрăк арăслан тапта-тапта ÿкерет, турта-турта çурать, ĕнтĕ унран никам та çăлăнаймĕ.
(9) Санăн аллу тăшманусем çийĕн çĕкленĕ те, пур тăшману та тĕп пулĕ.
(10) Çав кун акă епле пулĕ, тет Çÿлхуçа: санăн хушшунтан çар учĕсене пĕтерсе, çар ураписене çĕмĕрсе тухăп,
(11) санăн çĕрÿнти хуласене аркатăп, хÿме хÿсе çавăрнă хÿтлĕхÿсене пурне те ишсе антарăп,
(12) санăн аллунтан асам ăсталăхне туртса илĕп, пĕлĕтсене пăхса юмăç яраканĕсем те пулмĕç санăн;
(13) санăн хушшунтан хăв пуççапакан суя турăсен кĕлеткисене тата йĕрĕхсене пĕтерĕп, эсĕ вара текех хăвăн аллу тунă япаласене пуççапмăн.
(14) Санăн таса теекен катусене кăкласа тăкăп, санăн хулусене тустарса тухăп.
(15) Пăхăнман халăхсене çиллĕмпе, тарăхса тавăрăп, тет Çÿлхуçа.
6
(1) Эй, Çÿлхуçа мĕн каланине итлĕр: тăр, тусем умĕнче сутлаш, санăн сассуна сăртсем те илтчĕр!
(2) Эй тусем, Çÿлхуçа сут тунине итлĕр; эй эсир те, çĕрĕн çирĕп никĕсĕсем, итлĕр: Çÿлхуçа Хăйĕн халăхĕпе сута тăнă, Вăл Израильпе тупăшать.
(3) Эй халăхăм! Эпĕ сана мĕн турăм, пурăнăçна мĕн туса йывăрлатрăм? кала Мана.
(4) Эпĕ сана Египет çĕрĕнчен илсе тухрăм, чуралăх çуртĕнчен хăтартăм, сан умăнтан Моисее, Аарона, Мариама ятăм.
(5) Эй халăхăм! Моав патши Валак мĕн шухăш тытнине, Веор ывăлĕ Валаам ăна мĕн каланине, Çÿлхуçанăн тÿрĕ ĕçĕсене пĕлмелле пултăр тесе, Ситтимран пуçласа Галгала çитиччен мĕнмĕн пулса иртнине аса ил-ха.
(6) «Çÿлхуçа умне манăн мĕнпе тăрас, Çÿлти Турă умне мĕнпе чĕркуçленсе ларас? Ун умне пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесемпе, çулталăкри пăрусемпе, тăрас-и?
(7) Анчах Çÿлхуçана пин-пин такапа е вĕçсĕр юхакан йывăç çăвĕпе юрама пулать-ши вара? Е Ăна хамăн усал ĕçĕмшĕн — малтан çуралнă ывăлăма, чунăм çылăха кĕнĕшĕн — хамăн варăмран çуралнăскере парăпин çеç?»
(8) Эй этем! мĕн ырри иккенне, Çÿлхуçа санран мĕн ыйтнине каланă-çке сана: ялан тÿрĕ пулмалла, ырă ĕç тума юратмалла, хăвăн Турру умĕнче йăваш ăслă çÿремелле.
(9) Çÿлхуçа хулана чĕнсе калать, ăслăлăх Санăн яту умĕнче хăраса-хисеплесе тăрать: эй, итлĕр туяна, итлĕр ăна тăрăнтарса Лартакана.
(10) Йĕркесĕр çыннăн килĕнче халĕ те йĕркесĕрлĕх мулĕ çук-и-ха, çав килтех чакарса кăтартакан, йĕрĕнтерекен виçе çук-и-ха?
(11) Тĕрĕс мар виçекен тарасапа, хутаçăмри ултавлă тараса пуканĕсемпе таса çын пулайăп-и эпĕ?
(12) Хула пуянĕсем тĕрĕсмарлăх ăшне путнă та, унта пурăнакансем те ултавлă калаçаççĕ, калаçма та вĕсем суя чĕлхепе калаçаççĕ,
(13) апла Эпĕ те сана, хăвăн çылăхусемшĕн тустарса хăварса, тÿрленейми пĕтерсе лартăп.
(14) Эсĕ çийĕн те — тутă пулаймăн; сан ăшунта пушпушă пулĕ; упраса усрăн, анчах упраса çитереймĕн, мĕн упраса хăварнине те хĕç айне тăвăп.
(15) Акăн — анчах выраймăн; çу йывăçĕн çимĕçне пусарса çу юхтарăн та — çăвĕпе сĕрĕнеймĕн; иçĕм çырли сĕткенне пăчăртаса кăларăн, анчах эрехне ĕçеймĕн.
(16) Сирĕн Амврий йăли-йĕркипе Ахав килĕн мĕнпур ĕçĕ сыхланса юлнă, эсир вĕсенĕн канашĕсемпе пурăнатăр; Эпĕ сана çаратса хăвармалла тăвăп, çыннусенчен култарăп, Манăн халăхăм мăшкăлне сирĕн курмалла пулĕ.
7
(1) Мана хуйхă çитрĕ! маншăн халĕ — çуллахи çимĕçсене пуçтарса кĕртнĕ хыççăнхи пекех, иçĕм çырлине татса пуçтарнă хыççăнхи пекех: çиме пĕр çырла та, чуна пыракан пĕр пиçнĕ çимĕç те çук.
(2) Çĕр çинче ырă кăмăллисем пĕтрĕç, çынсем хушшинче тÿрĕ пурăнакансем юлмарĕç; пурте, юн юхтарас тесе, кавар тăваççĕ; кашниех хăйĕн тăванĕ валли таната карать.
(3) Вĕсенĕн алли усал ĕç тума вĕренесшĕн, пуçлăх хистесе парне ыйтать, тÿре сĕрев панине кура сут тăвать, улпутсем, хура чунĕ мĕн ыйтнине каласа, ĕçе пăсса яраççĕ.
(4) Вĕсенчен чи лайăххи — кÿкен пек, тÿрĕ кăмăлли — йĕплĕ картаран та япăхрах; Сан хыпарçусенĕн кунĕ, Эсĕ килесси çывăхарать; акă вĕсен шуйханса ÿкмелле пулĕ.
(5) Тусăра ан ĕненĕр, пĕлĕшĕре ан шанăр; хăвăнпа юнашар выртакан хĕрарăмран чĕлхÿ-çăварна сыхла.
(6) Ĕнтĕ ывăлĕ ашшĕне хăртать, хĕрĕ — амăшне хирĕç, кинĕ хунямăшне хирĕç тăрать; çыннăн тăшманĕсем — хăйĕн килĕнчи тăванĕсем.
(7) Эпĕ вара Çÿлхуçа çине пăхăп, хама çăлакан Туррăма шанса тăрăп: Туррăм мана илтĕ.
(8) Эй тăшман хĕрарăм! маншăн ан хĕпĕрте, ÿкрĕм пулин те — эпĕ тăрăп; эпĕ сĕмлĕхре пулин те — Çÿлхуçа маншăн çутă пулĕ.
(9) Вăл манăн ĕçĕме татса париччен, мана сут тăвиччен ман çинче Çÿлхуçа çилли пулĕ, мĕншĕн тесен эпĕ Ун умĕнче çылăха кĕтĕм; унтан Вăл мана çутта илсе тухĕ те, эпĕ Унăн тÿрĕлĕхне курăп.
(10) Мана курайман тăшман хĕрарăм, мана: «санăн Çÿлхуçа Турру ăçта?» теекенскер, курĕ те çакна, ăна намăс хупласа илĕ. Вара манăн куçăм ăна урамри пылчăка таптанă пек таптанине курса тăранĕ.
(11) Çав кунхине, хÿмÿсене хÿнĕ кунхине, палăртса хуни аяккарах куçĕ.
(12) Çав кун сан патна Ассирирен, Египет хулисенчен, Египетпа Евфрат шывĕ хушшинчен, тинĕспе тинĕс хушшинчен, тупа ту хушшинчен килĕç.
(13) Леш çĕр вара унта пурăнакансен айăпне пула, вĕсен йĕркесĕр ĕçĕсене пула пушхир пулса юлĕ.
(14) Хăвăн халăхна, Хăвăн сурăхусене, Кармил çинчи вăрманта улаххăн пурăнакансене Хăвăн туюпа пăхса усра; авалхи кунсенчи пек, вĕсем Васанпа Галаадра кĕтÿре çÿреччĕр!
(15) Египет çĕрĕнчен тухнă кунсенчи пек, ăна тĕлĕнмелле ĕçсем кăтартăп.
(16) Çакна халăхсем курĕç те, хăйсем темле хăватлă пулсан та, намăсланĕç; тути-çăварне алăпа хупласа тăрĕç, хăлхисем илтми пулса ларĕç;
(17) çĕлен пек, тăпра çулĕç, хăйсен хÿтлĕхĕнчен вĕсем çĕр ăманĕсем пек шуса тухĕç; пирĕн Çÿлхуçа Туррăмăртан сехĕрленĕç, Санран хăраса ÿкĕç.
(18) Йĕркесĕр ĕçсене каçаракан, Хăй халăхĕн йăлкăмне усал ĕçĕсемшĕн айăпа хуман Сан пек Турă кам пултăр тата? Вăл ĕмĕрех çилленсе тăмасть, мĕншĕн тесен хĕрхенме юратать.
(19) Вăл каллех пире хĕрхенĕ, пирĕн йĕркесĕр ĕçĕмĕрсене пăрахăçлĕ. Эсĕ пирĕн пĕтĕм çылăха тинĕс авăрне путарăн.
(20) Эсĕ Иакова Хăвăн тÿрĕлĕхне кăтартăн, пирĕн аттемĕрсене малтанхи кунсенчех тупа туса пама пулнă ырăлăха Авраама кăтартăн.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓
[…] Михей пророк Іисус Христос Виѳлеем хулинђе çуралассине малтанах каласа кăтартнă. […]
КилĕштересКилĕштерес