Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Иона Пророк Кĕнеки
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | Пуçламăшнелле ]
Пай 1
(1) Ионăна, Амафия ывăлне, Çÿлхуçаран сăмах пулнă:
(2) тăр та Ниневие, аслă хулана, кай, унта вĕрентсе кала, мĕншĕн тесессĕн унăн усал ĕçĕсем Ман патăма çитрĕç, тенĕ Çÿлхуçа.
(3) Вара Иона Çÿлхуçа сăнĕ умĕнчен Фарсиса тарам тесе тăнă та Иоппие пырса çитнĕ, Фарсиса каякан карапа шыраса тупнă, çул укçи тÿленĕ те, Çÿлхуçа сăнĕ умĕнчен Фарсиса каям тесе, карап çине ларнă.
(4) Анчах Çÿлхуçа тинĕс çинче вăйлă çил кăларнă, тинĕсре хăрушă çил-тăвăл тапраннă, карап кĕç-вĕç саланса каяс патнех çитнĕ.
(5) Карапçăсем сехĕрленсе ÿкнĕ, кашнийĕ хăйĕн туррине йăлăнма тытăннă; карапа çăмăллатас тесе ун çине тиенĕ çăксене тинĕсе ывăтма пуçланă; Иона вара шала аннă, выртнă та çывăрмаллипех çывăрса кайнă.
(6) Ун патне карап пуçлăхĕ пынă та каланă: эсĕ мĕн çывăрса выртатăн? тăр, хăвăн Турруна тархасла; тен, Турă пире аса илĕ те, вара пĕтмĕпĕр эпир, тенĕ.
(7) Унтан пĕр-пĕрне каланă: каяр та шăпа ярар, çак инкеке кам пирки курнине пĕлер, тенĕ. Вара шăпа янă, шăпи Ионăна тухнă.
(8) Çавăн чухне ăна каланă: кала-ха пире, çакă инкек пирĕн тĕле кама пула килсе çитрĕ? мĕн ĕçлесе пурăнатăн эсĕ, ăçтан килетĕн? санăн çĕрÿ-шыву ăçта, мĕнле халăх çынни пулатăн эсĕ? тенĕ.
(9) Вăл вĕсене каланă: эпĕ еврей, тÿпе Туррине, тинĕспе типçĕре пултарнă Çÿлхуçа Турра, пуççапса пурăнатăп, тенĕ.
(10) Çынсем шутсăр хытă хăраса ÿкнĕ те ăна: мĕншĕн çапла турăн-ха эсĕ? тенĕ. Иона хăй каласа панипе, çынсем ĕнтĕ вăл Çÿлхуçаран тарса çÿренине пĕлнĕ.
(11) Тинĕс хумханма чарăнман та, Ионăна каланă: тинĕс пирĕншĕн лăплантăр тесессĕн, пирĕн сана мĕн тăвас? тенĕ.
(12) Иона вĕсене каланă: тытăр та мана — тинĕсе ывăтăр, вара тинĕс сирĕншĕн лăпланĕ; çакă хăватлă тăвăл сирĕн тĕле мана пула килсе çитнине пĕлетĕп эпĕ, тенĕ.
(13) Анчах çав çынсем, çыран хĕррине тухасахчĕ тесе, вăйпах кĕсменпе авăсма тытăннă, анчах тухма пултарайман, мĕншĕн тесессĕн тинĕс çав-çавах вĕсене хирĕç тулашса ахăрнă.
(14) Вара вĕсем Çÿлхуçана тархасласа каланă: эй Çÿлхуçа, Сана йăлăнатпăр, пирĕн çак çын чунĕшĕн пĕтес марччĕ, унăн айăпсăр юнĕ пирĕн çинче ан шутлантăр: эй Çÿлхуçа, Эсĕ Хăвна мĕн кирлине тунă, тенĕ.
(15) Ĕнтĕ тытнă та Ионăна — тинĕсе ывăтнă, вара хаярланса çитнĕ тинĕс лăпланнă.
(16) Çав çынсем Çÿлхуçаран сехĕрленсех ÿкнĕ, вĕсем Çÿлхуçана парне кÿнĕ, ырă ĕçсем тума сăмах панă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | Пуçламăшнелле ]
Пай 2
(1) Çÿлхуçа пысăк кита Ионăна çăтса яма хушнă; çав кит ăшĕнче Иона виçĕ кун та виçĕ çĕр выртнă.
(2) Иона ĕнтĕ кит ăшĕнче хăйĕн Çÿлхуçа Туррине кĕлтунă,
(3) вăл çапла каланă: хуйхă çитсессĕн эпĕ Çÿлхуçана тархасларăм та, Вăл илтрĕ мана; çĕр варĕнчен кăшкăрса чĕнтĕм те — Эсĕ ман сассăма илтрĕн.
(4) Мана Эсĕ тарăна, тĕпсĕр тинĕс варринех, пăрахрăн, юхăмсем хупласа илчĕç мана; Санăн шывусем, Санăн хумусем пурте манăн тĕлĕмрен иртрĕç.
(5) Каларăм вара: Санăн куçу умĕнчен сирĕлнĕ эпĕ, çапах та Санăн таса Çуртна каллех курăп-ха эпĕ.
(6) Шывсем мана чунăм патне çитиех хупласа илчĕç, тĕпсĕр авăр çавăрса илчĕ мана; манăн пуçăм тавра тинĕс курăкĕ яваланчĕ.
(7) Тусен тĕпне çитиех анса кайрăм, çĕр хăйĕн хÿмисемпе ĕмĕрлĕхех пÿлсе хучĕ мана; çапах та Эсĕ, Çÿлхуçа Туррăм, чунăма тамăкран кăларăн.
(8) Ăшăмра чунăм халтан кайса çитсессĕн эпĕ Çÿлхуçана аса илтĕм, вара манăн кĕллĕм Сан патна, Санăн таса Çуртна çитрĕ.
(9) Ниме тăман суя турăсене пуççапакансем хăйсенĕн Ырă Кăмăллине пăрахрĕç.
(10) Эпĕ вара Сана мухтаса парне кÿрĕп, сăмах панине тăвăп: çăлăнăç — Çÿлхуçара.
(11) Вара Çÿлхуçа кита каланă та, вăл Ионăна çĕр çине кăларса пăрахнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | Пуçламăшнелле ]
Пай 3
(1) Ионăна Çÿлхуçаран иккĕмĕш хут сăмах пулнă:
(2) «Тăр та Ниневие, аслă хулана, кай, Эпĕ сана мĕн калама хушнине çавăнта вĕрентсе çÿре,» — тенĕ.
(3) Иона тăнă та, Çÿлхуçа сăмахне итлесе, Ниневие кайнă: Ниневи вăл Турă умĕнче аслă, виçĕ кун утмалăх хула пулнă.
(4) Вара Иона хулара кун каçиччен мĕн чухлĕ утма май килнĕ, çавăн чухлĕ çÿренĕ, вăл çапла вĕрентсе каланă: «Тата хĕрĕх кун юлчĕ, унтан Ниневи арканать!» — тенĕ.
(5) Ниневи çыннисем Турă каланине ĕненнĕ, вара типĕ тытма йышăннă, вĕсем ĕнтĕ ватти-вĕтти таранах хуйхă тумтирĕ тăхăннă.
(6) Çакă хыпар Ниневи патши патне çитнĕ, вăл та аслă пукан çинчен тăнă та, патша тумне хывса пăрахса, хуйхă тумтирĕ тăхăнса, кĕл çине ларнă,
(7) патша ячĕпе тата хăйĕн улпучĕсен ячĕпе Ниневире çапла пĕлтерме, çапла калама хушнă: «Çынсем те, выльăх-чĕрлĕх те, вăкăрсем те, сурăхсем те нимĕн те ан çиччĕр, кĕтÿлĕхе ан кайччăр, шыв та ан ĕçчĕр,
(8) çынсем те, выльăх-чĕрлĕх те хуйхă тумĕ витĕннĕ пулччăр, Турра хытă тархаслаччăр, кирек кам та хăйĕн усал çулĕнчен пăрăнтăр, хăйĕн алли пусмăрласран сыхлантăр.
(9) Кам пĕлет, тен, Турă кăмăлĕ çаврăнĕ, Вăл тулса çитнĕ çиллине пирĕн çинчен сирĕ те, вара эпир пĕтмĕпĕр» — тесе калама хушнă.
(10) Турă вĕсен ĕçĕсене, вĕсем хăйсен усал çулĕнчен пăрăннине курнă та, хĕрхенсе, вĕсем çине яма пулнă асапа яман вара.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | Пуçламăшнелле ]
Пай 4
(1) Çапла пулса тухнăшăн Иона питĕ кăмăлсăр пулнă та вĕчĕрхенсех ÿкнĕ.
(2) Вара вăл Çÿлхуçана кĕлтуса каланă: эй Çÿлхуçамăм! çапла пуласса хам çуралнă çĕршывра чухнех каламанччĕ-и эпĕ? Çавна пулах эпĕ Фарсиса тартăм та ĕнтĕ, мĕншĕн тесессĕн Эсĕ ырă та хĕрхенекен кăмăллă, вăрах тÿсĕмлĕ те нумай ырăлăхлă Турă пулнине, Ху ярас тенĕ асапшăн пăшăрханассине пĕлнĕ эпĕ.
(3) Халĕ вара, Çÿлхуçамăм, манран чунăма ил: маншăн пулсан вилни пурăннинчен аванрах, тенĕ.
(4) Çÿлхуçа каланă ăна: çакă сана чăнах та çав териех пăшăрхантарчĕ-им? тенĕ.
(5) Иона ĕнтĕ хуларан тухнă та хула çывăхне, унăн тухăç енне, ларнă, унта хăй валли хÿшĕ тунă та, хулана мĕн пулассине курас тесе, хÿшĕри сулхăна кĕрсе ларнă.
(6) Çÿлхуçа Турă вара, Иона пуçĕ тĕлĕнче сулхăн пултăр тесе, пăшăрханнăскере лăплантарас тесе, ÿсентăран шăттарса ÿстернĕ, ÿсентăранĕ Ионăран çÿле ÿссе хăпарнă; çакăншăн Иона калама çук хĕпĕртенĕ.
(7) Унтан Турă çапла тунă: тепĕр кунхине, шурăмпуç килнĕ чухне, ÿсентăрана хурт кăшланă та, курăк хăрса ларнă.
(8) Хĕвел тухсан, Турă тухăçăн шăрăх çилне вĕртернĕ, хĕвел Ионăн пуçне хĕртме пуçланă; Иона пĕтĕмпех халтан кайса çитнĕ те хăйшĕн вилĕм ыйтса каланă: маншăн пулсан вилни пурăннинчен аванрах, тенĕ.
(9) Вара Турă Ионăна каланă: çак ÿсентăраншăн чăнах та çав териех хурлантăн-им эсĕ? тенĕ. Иона: питĕ хурлантăм çав, вилес пекех, тенĕ.
(10) Унтан Турă каланă: эсĕ ху вăй хумасăр, ху ÿстермен ÿсентăраншăн, пĕр каçра ÿссе пĕр каçрах типсе ларнă курăкшăн пăшăрханатăн.
(11) Ниневие, аслă хулана, сылтăм аллине сулахаййинчен уйăрма пĕлмен çĕр çирĕм пин çын ытла пурăнакан хулана, йышлă выльăх-чĕрлĕхлĕ хулана, Манăн епле хĕрхенмелле марччĕ-ха? тенĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | Пуçламăшнелле ]
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓