Иоиль Пророк Кĕнеки


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Иоиль Пророк Кĕнеки

1

(1) Çÿлхуçа Иоиле, Вафуил ывăлне, каланă сăмах.

(2) Итлĕр çакна, ватăсем, çакă çĕр çинче пурăнакансем, пурсăр та тăнлăр: çакăн пекки сирĕн ĕмĕрте е сирĕн аçăрсен ĕмĕрĕнче пулнă-и?

(3) Çакăн çинчен хăвăр ачăрсене каласа пĕлтерĕр; сирĕн ачăрсем хăйсен ачисене, ачăрсен ачисем çитес ăрусене каласа паччăр.

(4) Тырă хуртĕнчен юлнине хĕрлĕ шăрчăк çинĕ, хĕрлĕ шăрчăкран юлнине хуртсем çинĕ, хуртсенчен тăрса юлнине нăрăсем çисе янă.

(5) Ĕçкĕçĕсем, вăранăр, эрех ĕçекенсем, пурте иçĕм çырли сĕткенĕшĕн макăрăр, ĕсĕклесе йĕрĕр — ăна сирĕн çăвартанах туртса илчĕç!

(6) Манăн çĕрĕм çине вăйлă, шутсăр йышлă халăх килчĕ; шăлĕсем унăн — арăслан шăлĕсем, янах шăммийĕсем унăн — ама арăсланăнни евĕр.

(7) Вăл манăн иçĕм йывăçĕсен аврине çаратса хăварчĕ, манăн смоква йывăçне хуçса пĕтерчĕ, çырлине пуçтарса илсе çап-çара тăратса хăварчĕ; турачĕсем унăн шап-шурă пулса юлчĕç.

(8) Хуйхă тумтирĕ тăхăнса, çамрăклах упăшкисĕр тăрса юлнă çамрăк арăм пек хÿхле!

(9) Ĕнтĕ Çÿлхуçамăр Çуртĕнче çăкăр парни кÿресси, çу юхтарасси чарăнса ларнă; священниксем, Çÿлхуçана ĕçлесе тăракансем, йĕреççĕ.

(10) Уй-хир пушанса юлнă, çĕр вырханса выртать: тырра пĕтернĕ, иçĕм сĕткенĕ типнĕ, çу йывăçĕ шанса ларнă.

(11) Эй çĕр ĕçлекенсем, намăсланса хĕрелĕр, иçĕм çырли пахчаçисем, тулăпа урпашăн хурланса йĕрĕр, мĕншĕн тесен ĕлкĕрнĕ тырă хиртех пĕтрĕ.

(12) Иçĕм йывăçĕсен аврисем типсе ларчĕç, смоква йывăçĕ шанса кайрĕ; нар йывăçĕ, пальма, улмуççи, уй-хирти пур йывăç та типсе хăрчĕ; çавăнпа этем ывăлĕсен савăнăçĕ те путланчĕ.

(13) Эй священниксем, хуйхă тумтирĕ тăхăнăр та макăрăр! алтарьте ĕçлесе тăракансем, ĕсĕклесе йĕрĕр! эй манăн Туррăма ĕçлесе тăракансем, кĕрĕр те хуйхă тумтирĕ тăхăннипех çĕр каçăр! ĕнтĕ сирĕн Туррăр Çуртĕнче çăкăр парни кÿресси, çу юхтарасси пĕтрĕ.

(14) Типĕ тытма йышăнăр, чаплă пуху ирттерме пĕлтерсе хурăр, çак çĕршыври ватăсемпе ытти пур халăха Çÿлхуçа Туррăр Çуртне чĕнсе пухăр, Çÿлхуçана тархасласа кĕлтăвăр.

(15) Ах, мĕнле кун килет! ĕнтĕ Çÿлхуçа кунĕ çывăх; вăл Пурне те Тума Пултаракан янă çарату пек килет.

(16) Хамăр куçăмăр умĕнчех туртса илмеççĕ-и-ха çимĕçе? Туррăмăр Çуртĕнчен савăнăçпа хаваслăха туртса илмеççĕ-и?

(17) Тĕш тырă хăй йывăрăшĕпе пусăрăнсах çĕрсе кайнă, кĕлетсем пушанса юлнă, пÿлмесем ишĕлсе аннă, мĕншĕн тесен тырă пĕтсе çитнĕ.

(18) Выльăх епле макăрать! вăкăр кĕтĕвĕсем сÿрĕккĕн çÿреççĕ: вĕсене çиме курăк çук; сурăх кĕтĕвĕсем те асапланаççĕ.

(19) Эй Çÿлхуçамăр, Сана тархаслатăп; пушхирти ешĕл кĕтÿлĕхсене вирт çунтарса ячĕ, уй-хирти пур йывăçа та çулăм ĕнтсе хăварчĕ.

(20) Ĕнтĕ хирти чĕрчунсем те Сана тилмĕреççĕ, мĕншĕн тесен юхăм шывсем типсе ларчĕç, пушхирти кĕтÿлĕхсене вут çунтарса тĕп турĕ.

2

(1) Сион çинче трупа кăшкăртăр, Манăн таса тăвăм çинчен хăрушлăх хыпарне пĕлтерĕр; çĕр çинче пурăнакансем пурте чĕтресе тăччăр: Çÿлхуçа кунĕ çывăхарса килет — çывăхрах вăл,

(2) тĕттĕмпе сĕмлĕх кунĕ, пĕлĕтлĕ те тĕтреллĕ кун: шутсăр йышлă та вăйлă халăх сăрт-тусем тăрăх ирхи шуçăм пек сарăлать, çакăн пекки ĕмĕрне те пулман, çакăн хыççăн та сыпăкран сыпăка та пулмĕ.

(3) Ун умĕнче вут çунтарса пырать, ун хыçĕнче вара çулăм ĕнтет; ун умĕнче çĕр Эдем пахчийĕ пек, ун хыçĕнче пушанса юлнă çеçенхир пулĕ, унран никам та çăлăнса юлаймĕ.

(4) Пăхма вăл лаша пек курăнать, чупасса та вĕсем юланут пек сиккипе чупаççĕ;

(5) сăрт-ту тăррисемпе вĕсем çар ураписем шалтăртатнă пек, улăма хыпса илнĕ вут-çулăм шатăртатнă пек, çапăçăва кĕме йĕркеленсе тухнă вăйлă халăх пек сиктерсе пыраççĕ.

(6) Ăна курсан халăхсем чĕтреме пуçлĕç, пурин те пичĕ шурса кайĕ.

(7) Кĕрешÿçĕсем пекех чупаççĕ вĕсем, хÿме çине хăюллă çар çыннисем пек хăпарса каяççĕ, кашнийĕ хăйĕн çулĕпе пырать, хăйĕн çулĕнчен пăрăнмасть.

(8) Пĕр-пĕрне таптамаççĕ, кашнийе хгйен сукмакĕпе пырать, сăнăсем çине укессе анчах тĕрĕс-тĕкелех юлаççĕ.

(9) Хула тăрăх чупаççĕ, хÿме çине хăпараççĕ, çуртсем çине улăхаççĕ, вăрăсем пек, чÿречерен кĕреççĕ.

(10) Вĕсен умĕнче çĕр кисренсе илĕ, тÿпе тайăлса кайĕ, хĕвелпе уйăх тĕксĕмленĕç, çăлтăрсем хăйсен çутине çухатĕç.

(11) Çÿлхуçамăр Хăйĕн çарĕ умĕнче сас парĕ: Унăн çарĕ шутсăр йышлă, Унăн сăмахне тăвакан питех те хăватлă; Çÿлхуçамăр кунĕ аслă та питĕ хăрушă, кам чăтса тăрайĕ ăна?

(12) Анчах Çÿлхуçа халĕ те калать-ха: типĕ тытса, йĕрсе, хÿхлесе пĕтĕм чĕрĕрпе Ман енне çаврăнăр, тет.

(13) Çири тумтирĕре мар, чĕрĕре туртса çурăр, Çÿлхуçа Туррăр енне çаврăнăр: Вăл — ырă, хĕрхенекен кăмăллă, вăрах тÿсĕмлĕ, нумай ырăлăхлă, сире çитнĕ хĕн-асапшăн ÿкĕнет.

(14) Кам пĕлет, хĕрхенмĕ-и Вăл, пиллĕхне — Çÿлхуçа Туррăра çăкăр парнипе çу, эрех кÿрсе тăрассине — туртса илмесĕр хăвармĕ-и?

(15) Сион çинче трупа кăшкăртăр, типĕ тытма йышăнăр, чаплă пуху ирттерме пĕлтерсе хурăр.

(16) Халăха пуçтарăр, пуху пухăр, ватăсене чĕнĕр, çамрăк ачасемпе кăкăр ачисене пуçтарăр; кĕрÿ каччă хăйĕн керменĕнчен тухтăр, кĕçĕн çын пуласси хăйĕн пÿлĕмĕнчен тухтăр.

(17) Священниксем, Çÿлхуçана ĕçлесе тăракансем, притворпа парне вырăнĕ хушшинче йĕччĕр, çапла калаччăр: «эй Çÿлхуçамăр, хĕрхен Хăвăн халăхна, Хăвăн халăхна мăшкăл ан кăтарт, ытти халăхсем унран ан кулччăр; халăхсем хушшинче мĕншĕн-ха: «ăçта вĕсен Турри?» тесе каламалла?»

(18) Вара Çÿлхуçа Хăйĕн çĕрĕшĕн хытă тăрĕ те Хăйĕн халăхне хĕрхенĕ.

(19) Вара Çÿлхуçа Хăйĕн халăхне калĕ: «акă Эпĕ сире çăкăр, эрех, çу паратăп, çакăнпа тăранса пурăнăр, урăх сире ют халăхсен мăшкăлĕ тумăп.

(20) Çурçĕртен килнине сирĕн патăртан пĕр шывсăр, пĕр нимĕнсĕр çĕре хăваласа кăларăп, унăн малтанхи эшкерне тухăç тинĕсне, хыçалтине анăç тинĕсне хăваласа ярăп, вара унран усал шăршă кĕме тытăнĕ, киревсĕр шăршă-маршă сарăлĕ, мĕншĕн тесен вăл нумай усал тунă» тейĕ.

(21) Эй çĕрĕмĕр, ан хăра, савăн, хĕпĕрте: Çÿлхуçамăр аслă, çакна тăватех Вăл.

(22) Эй чĕрчунсем, ан хăрăр: пушхирти кĕтÿлĕхсем курăк ÿстерĕç, йывăç хăйĕн çимĕçне кÿрĕ, смоква йывăçĕпе иçĕм йывăçĕ хăй вăйне кăтартĕ.

(23) Эй эсир, Сион ачисем, Çÿлхуçа Туррăршăн савăнăр, хĕпĕртесе тăрăр: Вăл сире çумăр виçеллĕ парса тăрĕ, çумăрне сирĕн валли, ĕлĕкхи пекех, малтанхи çумăр, кайранхи çумăр çутарса тăрĕ.

(24) Вара йĕтем тулли тырă тулĕ, çусĕткен юхтаркăчĕ айĕнчи шансем иçĕм çырли сĕткенĕпе, йывăç çăвĕпе туп-тулли тулса тăкăнĕç.

(25) Сирĕн çине янă Хамăн аслă çарăм — хĕрлĕ шăрчăк, тырă хурчĕ, ытти хурт-кăпшанкăпа нăрă — çисе янă çулхисемшĕн ырăлăхпа тавăрса парăп сире.

(26) Вара тăраниччен çийĕр, тутă пулăр, хăвăра тĕлĕнмелле хăват кăтартнă Çÿлхуçа Туррăр ятне мухтаса тăрăр, текех Манăн халăхăм ĕмĕрне те намăса юлмĕ.

(27) Вара Эпĕ Израиль хушшинче пулнине, Эпĕ хăвăрăн Çÿлхуçа Туррăр иккенне, урăххи çуккине, Манăн халăхăм ĕмĕрне те намăса юлас çуккине ăнланса илĕр.

(28) Çавăн хыççăн çапла пулĕ: пурин çине те Хамăн Сывлăшăм тивлетне антарăп, сирĕн ывăлăрсемпе сирĕн хĕрĕрсем пророкла калаçĕç; сирĕн ваттăрсем тĕлĕксем тĕлленĕç, сирĕн яш ачăрсем хăватсем курĕç.

(29) Çав кунсенче Эпĕ ар чурасемпе хăрхăмсем çине те Хамăн Сывлăшăм тивлетне антарăп.

(30) Тÿпере те, çĕр çинче те паллăсем — юн, вут-кăвар, юпаланса тăракан тĕтĕм — кăтартăп.

(31) Çÿлхуçанăн аслă, хăрушă кунĕ киличчен малтан хĕвел тĕттĕмленĕ, уйăх юн пек хĕрелĕ.

(32) Вара çапла пулĕ: Çÿлхуçа ятне асăнакан кирек кам та çăлăнĕ; ĕнтĕ çăлăнăç, Çÿлхуçа каланă пек, Сион тăвĕ çинче тата Иерусалимра пулĕ; ыттисемшĕн те, Çÿлхуçа чĕнсе илнисемшĕн, çаплах пулĕ.

3

(1) Акă Иудăпа Иерусалима тыткăнран илсе килнĕ кунсенче, шăпах çав вăхăтра,

(2) Эпĕ халăхсене пурне те пуçтарăп та вĕсене Иосафат айлăмне илсе пырăп, вара унта вĕсене Хамăн халăхăмшăн, Хамăн еткерĕмшĕн, ют халăхсем хушшине сапаласа янă Израильшĕн, Манăн çĕрĕме пайласа пĕтернĕшĕн сут тăвăп.

(3) Вĕсем Манăн халăхăм тĕлĕшĕнчен шăпа сиктернĕ, çамрăк ачана аскăн арăма панă, хĕрачана эрехле сутса ярса ĕçкĕ ĕçнĕ.

(4) Тир, Сидон тата Филисти тăрăхĕ, мĕнех эсир Маншăн? Мана тавăрасшăн-и? Мана тавăрас тетĕр-и? Эсир тавăрнине Эпĕ кĕçех тата çăмăллăнах хăвăр пуçăр çине çавăрăп,

(5) мĕншĕн тесен эсир Манăн кĕмĕлĕме, Манăн ылтăнăма илтĕр, Манăн чи лайăх хаклă япаламсене хăвăр туррăрсен кĕлеткин çурчĕсене кĕртсе хутăр;

(6) Иуда ывăлĕсемпе Иерусалим ывăлĕсене, вĕсене хăйсен çĕрĕнчен кăларса ярас тесе, эллинсен ывăлĕсене сутрăр.

(7) Акă Эпĕ вĕсене эсир сутса янă вырăнтан çĕклĕп, эсир тавăрнине хăвăр пуçăр çинех çавăрăп.

(8) Вара сирĕн ывăлăрсене, сирĕн хĕрĕрсене Иуда ывăлĕсен аллине парăп, кусем вĕсене инçетри халăха, Савея халăхне, сутса ярĕç; Çÿлхуçа çапла каларĕ.

(9) Çакăн çинчен халăхсем хушшинче каласа пĕлтерĕр, вăрçа хатĕрленĕр, паттăррисене хускатăр; вăрçа тухчăр, мĕнпур çар çынни çĕклентĕр.

(10) Акапуçне туптаса хĕç тăвăр, çурларан сăнă тăвăр; вăйсăрри: «эпĕ вăйлă» тетĕр.

(11) Эй таврари халăхсем, пурте васкăр, пуçтарăнăр, пĕрле пухăнăр; эй Çÿлхуçамăр, Хăвăн паттăрусене çавăнта ертсе кай.

(12) Халăхсем çĕкленччĕр те Иосафат айлăмне çитсе анччăр: пур çĕрти халăхсене пурне те сут тумашкăн Эпĕ çавăнта ларăп.

(13) Аллăра çурла тытăр: ĕнтĕ тырă пиçсе çитрĕ; пырăр, анăр: çу-сĕткен юхтаркăчĕсем тулса ларнă, вĕсен айĕнчи шансем те тулса тăкăнаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем питех те тарăхса çитнĕ.

(14) Сут айлăмĕнче ушкăн-ушкăн халăх! Сут айлăмне Çÿлхуçа кунĕ çывăхарса килет!

(15) Хĕвелпе уйăх тĕттĕмленĕ, çăлтăрсем хăй çутине çухатĕç.

(16) Çÿлхуçа Сион çинчен кĕмсĕртеттерсе ярĕ, Иерусалимран сас парĕ; тÿпепе çĕр чĕтренсе кайĕç; анчах Çÿлхуçа Хăй халăхĕн хÿтлĕхĕ пулĕ, Израиль ывăлĕсен сыхлăхĕ пулĕ.

(17) Çавăн чухне эсир Эпĕ Сион çинче, Хамăн сăваплă тăвăм çинче, пурăнакан Çÿлхуçа Туррăр пулнине пĕлетĕр; Иерусалим сăваплă вырăн пулĕ, ĕнтĕ ун витĕр ют халăх çыннисем иртсе çÿреймĕç.

(18) Çавă кун çапла пулĕ: ту тăррисенчен иçĕм эрехĕ тумласа тăрĕ, сăртсенчен сĕт çырмисем юхса выртĕç, Иудейăри шыв çулĕсем пурте шывпа тулĕç, Çÿлхуçа Çуртĕнчен çăл тухĕ те Ситтим айлăмне шăварса тăрĕ.

(19) Иуда ывăлĕсене хăйсен çĕрĕнче хĕснĕшĕн, айăпсăр юн юхтарнăшăн Египет пушхир пулса тăрĕ, Эдом çара çеçенхир пулса юлĕ.

(20) Иуда вара ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ, Иерусалим та сыпăкран сыпăка пурăнĕ.

(21) Эпĕ вĕсен халлĕхе çуса тасатман юнне çуса тасатăп, Çÿлхуçа вара Сион çинче пурăнĕ.

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.