Амос Пророк Кĕнеки


Тупмалли

1 2 3 4 5 6 7 8 9

Амос Пророк Кĕнеки

1

1 2 3 4 5
6 7 8 9

(1) Иудея патши Озия тата Израиль патши Иоас ывăлĕ Иеровоам пурăннă вăхăтра, çĕр чĕтрениччен икĕ çул маларах, Амоса — Фекоя хулин пĕр кĕтÿçне — Турă курăннă, çавăн чухне вăл Израиль çинчен каланă çак сăмахсене илтнĕ.

(2) Амос вара каланă: Çÿлхуçа Сион çинчен кĕмсĕртеттерсе ярĕ, Иерусалимран сас парĕ, ĕнтĕ кĕтÿçсен хÿшшисем йĕрсе ярĕç, Кармил тăвĕн тăрри типсе ларĕ.

(3) Çÿлхуçа çапла калать: Дамаскăн йĕркесĕр виçĕ ĕçĕшĕн те, тăватă ĕçĕшĕн те хĕрхенсе тăмăп ăна, мĕншĕн тесен вĕсем Галаада тимĕр тăпачăпа тăпаларĕç.

(4) Акă Азаил килĕ çине вут ярăп та, вăл Венададăн тĕреклĕлетнĕ çурчĕсене çунтарса ярĕ.

(5) Дамаск хапхин сăлăпĕсене çапса çĕмĕрĕп, Авен айлăмĕнче пурăнакансене тата патша туйи тытакана, Еден килĕнчен тухнăскере, пĕтерсе пăрахăп, арамей халăхĕ вара Кир аллине тыткăна кайĕ, тет Çÿлхуçа.

(6) Çÿлхуçа çапла калать: Газа хулин йĕркесĕр виçĕ ĕçĕшĕн те, тăватă ĕçĕшĕн те хĕрхенсе тăмăп ăна, мĕншĕн тесен вĕсем тыткăнри мĕнпур çынна Эдом аллине пама илсе тухрĕç.

(7) Акă Газа хÿмисем çине вут ярăп та, вăл унăн тĕреклĕлетнĕ çурчĕсене çунтарса ярĕ.

(8) Азотра пурăнакансене тата Аскалонра патша туйи тытакана пĕтерсе тăкăп та аллăма Екрон еннелле тăсăп, вара юлашки филистимсем вилсе пĕтĕç, тет Çÿлхуçа Турă.

(9) Çÿлхуçа çапла калать: Тир хулин йĕркесĕр виçĕ ĕçĕшĕн те, тăватă ĕçĕшĕн те хĕрхенсе тăмăп ăна, мĕншĕн тесен вĕсем тыткăнри мĕнпур çынна Эдома пачĕç, тăванла килĕшÿ çинчен аса та илмерĕç.

(10) Тир хулин хÿмисем çине вут ярăп та, вăл унăн тĕреклĕлетнĕ çурчĕсене çунтарса ярĕ.

(11) Çÿлхуçа çапла калать: Эдомăн йĕркесĕр виçĕ ĕçĕшĕн те, тăватă ĕçĕшĕн те хĕрхенсе тăмăп ăна, мĕншĕн тесен вăл хăй тăванне хĕçпе хăваларĕ, тăванлăх туйăмне таптарĕ, пĕрмаях хăйĕн çиллипе тискерленчĕ, хăйĕн хаярлăхне нихăçан та пусармарĕ.

(12) Ĕнтĕ Феман çине те вут ярăп, вăл Восорăн тĕреклĕлетнĕ çурчĕсене çунтарса ярĕ.

(13) Çÿлхуçа çапла калать: Аммон ывăлĕсен йĕркесĕр виçĕ ĕçĕшĕн те, тăватă ĕçĕшĕн те хĕрхенсе тăмăп вĕсене, мĕншĕн тесен вĕсем, хăйсенĕн чиккисене сарас тесе, Галаадра йывăр çÿрекен арăмсене каса-каса тухнă.

(14) Равва хÿмисен ăшĕнче те вут тивертĕп, вăл унăн тĕреклĕлетнĕ çурчĕсене вăрçă кунĕнчи кăшкăрашура, çил-тăвăл кунĕнчи çавраçилпе çунтарса ярĕ.

(15) Вĕсенĕн патши вара хăй те, унпа пĕрле унăн улпучĕсем те тыткăна кайĕç, тет Çÿлхуçа.

2

(1) Çÿлхуçа çапла калать: Моавăн йĕркесĕр виçĕ ĕçĕшĕн те, тăватă ĕçĕшĕн те хĕрхенсе тăмăп ăна, мĕншĕн тесен вăл Эдом патшин шăмми-шаккине акшар пулса кайичченех çунтарчĕ.

(2) Çапла Моав çине вут ярăп, вăл Кериофăн тĕреклĕлетнĕ çурчĕсене çунтарса ярĕ, Моав вара аркату шавĕнче, трупа кăшкăртса тăнă хушăра тĕп пулĕ.

(3) Ун хушшинчи тÿрене пĕтерĕп те унпа пĕрле мĕнпур пуçлăха вĕлерсе тăкăп, тет Çÿлхуçа.

(4) Çÿлхуçа çапла калать: Иудăн йĕркесĕр виçĕ ĕçĕшĕн те, тăватă ĕçĕшĕн те хĕрхенсе тăмăп ăна, мĕншĕн тесен Çÿлхуçа саккунне йышăнмарĕç, Вăл хунă йĕркесене тытса тăмарĕç, хăйсенĕн ашшĕсемех пуççапнă йĕрĕхсем вĕсене çултан пăрса ячĕç.

(5) Иуда çине вут ярăп та, вăл Иерусалимăн тĕреклĕлетнĕ çурчĕсене çунтарса ярĕ.

(6) Çÿлхуçа çапла калать: Израилĕн йĕркесĕр виçĕ ĕçĕшĕн те, тăватă ĕçĕшĕн те хĕрхенсе тăмăп ăна, мĕншĕн тесен тÿрĕ çынна кĕмĕлле, чухăна пĕр мăшăр ура сыррилле сутаççĕ.

(7) Чухăнсен пуçĕ çинче çĕр тусанĕ пултăр тесе хыпса çунаççĕ, йăваш кăмăллисен çулне пăсаççĕ; Манăн сăваплă ятăма чыссăра кăларса, ашшĕпе ывăлĕ те пĕр хĕрарăм патнех çÿреççĕ.

(8) Кирек хăш чÿк вырăнĕ çумĕнче те саклат хывса илнĕ тумтир çинче лараççĕ, айăпа юлнисенчен шыраса илекен иçĕм эрехне хăйсен туррисен çурчĕсенче ĕçеççĕ.

(9) Эпĕ вара вĕсем умĕнче кедр пек çÿллĕ, юман пек тĕреклĕ аморрее тĕп турăм; Эпĕ çÿлте унăн çимĕçне, аялта унăн тымарне пĕтертĕм.

(10) Сире вара Эпĕ Египет çĕрĕнчен илсе тухрăм та, аморрейсен çĕрне хăвăр валли еткерлĕхе илмелле пултăр тесе, хĕрĕх çул пушхир тăрăх ертсе çÿрерĕм.

(11) Эпĕ Сирĕн ывăлăрсенчен пророксем, сирĕн яш ачăрсенчен назорейсем суйласа илтĕм; çапла мар-и ку, Израиль ывăлĕсем? тет Çÿлхуçа.

(12) Эсир вара назорейсене эрех ĕçтереттĕр, пророксене: «пророк пек ан калаçăр» тесе чараттăр.

(13) Акă Эпĕ сире кĕлте тиенĕ урапа таптанă пек таптаса лапчăтăп та —

(14) вичкĕннин те чупмашкăн вăй юлмĕ, тĕрекли те хăйĕн тĕреклĕхне упраса хăвараймĕ, хăюлли те хăйĕн пурăнăçне çăлаймĕ,

(15) ухăран перекенни те ури çинче тытăнса тăраймĕ, хăвăрт çÿрекенни те тараймĕ, ут çинче лараканни те хăйĕн пурăнăçне çăлаймĕ.

(16) Хăюллисенчен чи паттăрри те çав кунхине çарамас тарĕ, тет Çÿлхуçа.

3

(1) Эй Израиль ывăлĕсем, итлĕр çак сăмаха, Çÿлхуçа сирĕн валли, Эпĕ Египет çĕрĕнчен илсе тухнă пĕтĕм йăхăр валли, каланă сăмаха:

(2) çĕр çинчи мĕнпур йăхран Эпĕ сире анчах суйласа илтĕм, çавăнпа та сирĕнтен мĕнпур йĕркесĕр ĕçĕршĕн шыраса илĕп.

(3) Пĕр-пĕринпе калаçса татăлмасăр иккĕн пĕрле çула тухаççĕ-и?

(4) Хăй умĕнче тупăшĕ çук пулсан, ахăрать-и вăрманта арăслан? хăй нимĕн те тытман пулсан, сасă парать-и хăй йăвинчен арăслан çури?

(5) Кайăк валли серепе лартман пулсан, çĕр çинче йăлмака лекет-и вăл? Йăлмака нимĕн те лекмен пулсан, çĕр çинчен çĕкленет-и вăл?

(6) Хулара трупа кăшкăртсан, халăх хăраса ÿкмест-и вара? Çÿлхуçа яман йывăрлăх хулара пулать-и вăл?

(7) Çÿлхуçа Турă Хăйĕн вăрттăнлăхне Хăйĕн чурисене, пророксене, пĕлтермесĕр нимĕн те тумасть-çке.

(8) Арăслан ÿхĕрме пуçласан, кам чĕтресе ÿкмĕ? Çÿлхуçа Турă каласан, кам пророк пек каласа пĕлтермĕ?

(9) Азот хулинчи çурт тăррисенчен, Египет çĕрĕнчи çурт тăррисенчен пĕлтерĕр, калăр: эй, Самари тăвĕсем çине пуçтарăнăр, курăр: мĕн тери иртĕхеççĕ унта, мĕнле хĕсĕрлеççĕ ун хутлăхĕнче, тейĕр.

(10) Вĕсем тĕрĕс пурăнма пĕлмеççĕ, тет Çÿлхуçа: пусмăрласа, çаратса хăйсен керменĕсене мул пухаççĕ.

(11) Çавăнпа ĕнтĕ Çÿлхуçа çапла калать: акă тăшман, çитменнине тата пĕтĕм çĕр тавраллах! вăл санăн хăватлăхна аркатĕ, санăн керменне çаратса тухĕ, тет.

(12) Çÿлхуçа çапла калать: кĕтÿçĕ хăш чухне арăслан çăварĕнчен икĕ ура туни е хăлха татăкĕ туртса кăларать, Самарире чыслă вырăнта, Дамаскра чаплă сак çинче ларакан Израиль ывăлĕсем те çапла çăлăнĕç.

(13) Итлĕр те Иаков килне каласа кăтартăр, тет Çÿлхуçа Турă, Саваоф Турă.

(14) Эпĕ Израильрен унăн йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн шыраса илнĕ кун Вефильри парне вырăнĕсемшĕн те шыраса илĕп, вара алтарь мăйракисене касса пăрахĕç, вĕсем çĕре ÿкĕç.

(15) Хĕллехи çурта çуллахи çуртпа пĕрле аркатса пăрахăп, сăлан шăмминчен тунă эрешсемпе илемлетнĕ çуртсем те çухалĕç, нумай-нумай çурт пĕтсе ларĕ, тет Çÿлхуçа.

4

(1) Эй Самари тăвĕ çинчи Васан пăрăвĕсем, итлĕр çак сăмаха. Эсир, чухăнсене хĕсĕрлекенсем, мĕскĕнсене пусмăрлакансем, хăвăр хуçăрсене «парса тăр, эпир ĕçсех тăрăпăр!» теекенсем, итлĕр.

(2) Çÿлхуçа Турă, Хăйĕн сăваплăхĕпе тупа туса, сире çекĕлпе, сирĕнтен юлнисене вăлтапа çаклатса каяс кунсем килесси çинчен пĕлтерчĕ.

(3) Вара, кам мĕнле пултарнă пек, çĕмĕрнĕ хÿме шăтăкĕсем витĕр тухăр, çуртăрсенчи мĕнпур япалăра пăрахса хăварăр, тет Çÿлхуçа.

(4) Кайăр Вефиле — çылăха кĕрсе пурăнăр, Галгала кайăр — усал ĕçĕрсен шутне ÿстерсе ярăр; парнĕрсене кашни ирех кÿрсе тăрăр, хăвăрăн вуннăмĕш пайăра кашни виçĕ кунранах илсе пырăр.

(5) Тав парнисене йÿçĕтсе пĕçернĕ çăкăр кÿрĕр, ирĕклĕрен кÿнĕ парнесем çинчен каласа пĕлтерĕр, вĕсем çинчен каласа çÿрĕр: эсир, Израиль ывăлĕсем, çапла тума юрататăр, тет Çÿлхуçа Турă.

(6) Çавăнпа ĕнтĕ Эпĕ çапла турăм: сирĕн мĕнпур хулăрта шăл хушшине хумалăх та апат çук, сирĕн мĕнпур ялăрта çăкăр çитмест, анчах эсир Ман енне çаврăнмарăр, тет Çÿлхуçа.

(7) Вырмана тухиччен виçĕ уйăх малтан сирĕн патăра çумăр ямасăр тăтăм; пĕр хула çине çумăр çутарса тăтăм, тепĕр хула çине çутармарăм; пĕр ани çумăрпа шÿсе тăчĕ, тепĕри, çумăр пĕрчи те курманскер, типсе ларчĕ.

(8) Икĕ-виçĕ хула, шыв ĕçес тесе, пĕр хулана пуçтарăнатчĕç, анчах тăраниччен ĕçсе кураймастчĕç, анчах çавăн чухне те эсир Ман енне çаврăнмарăр, тет Çÿлхуçа.

(9) Сирĕн тыррăра Эпĕ ăрша ярса та, шурăхтарса та пĕтерсе тăтăм; сирĕн нумай пахчăра, сирĕн иçĕм çырли пахчисене те, смоква йывăçĕсене те, çу йывăçĕсене те хурт çисе яратчĕ — çавăн чухне те эсир Ман енне çаврăнмарăр, тет Çÿлхуçа.

(10) Сирĕн çине Эпĕ, Египетри евĕр, мур чирĕ ярса тăтăм, учĕсене тыткăна илсе кайса, сирен яш ачăрсене хĕçпе вĕлерсе тăтăм, çапла сирĕн тапăрсенчен сывлама çук ирсĕр шăршă сарăлса тăчĕ — çавăн чухне те эсир Ман енне çаврăнмарăр, тет Çÿлхуçа.

(11) Эпĕ сирĕн хушшăрта Турă Содомпа Гоморрăна аркатса тăкнă пек аркатса çÿрерĕм, сире вут-çулăмран вутпуççи туртса кăларнă пек туртса кăларнă — çавăн чухне те эсир Ман енне çаврăнмарăр, тет Çÿлхуçа.

(12) Çавăнпа ĕнтĕ Эпĕ сана çакна кăтартăп, Израиль; ĕнтĕ Эпĕ сана çакна кăтартатăп пулсан, хăвăн Турруна кĕтсе илме хатĕрлен, Израиль:

(13) акă Вăл, ту-сăрта тăваканĕ, çиле пултараканĕ, этеме хăй мĕн шухăш тытнине пĕлтерекенĕ, ирхи çутта сĕмлĕх тăваканĕ, çĕртен çÿлте çÿрекенĕ. Унăн ячĕ — Саваоф Çÿлхуçа Турă.

5

(1) Эй Израиль килĕ, итлĕр çак сăмахăма, сирĕн çинчен каласа хÿхлĕп эпĕ.

(2) Ÿкрĕ те — урăх тăраймасть Израиль хĕрĕ! ăна хăйĕн çĕрĕ çинчех çапса пăрахрĕç те, тăратаканĕ никам та çук.

(3) Ĕнтĕ Çÿлхуçа Турă çапла калать: пин çынпа тухнă хула çĕр çынпа çеç тăрса юлĕ, çĕр çынпа тухнă хула Израиль килĕнче вуннăн çеç тăрса юлĕ, тет.

(4) Çÿлхуçа Израиль килне çапла калать: Мана шырăр, вара чĕрĕ юлăр, тет.

(5) Вефиле ан шырăр, Галгала ан кайăр, Вирсавияна ан çÿрĕр: Галгал пĕтĕмпех тыткăна лекĕ, Вефильрен нимĕн те тăрса юлмĕ.

(6) Çÿлхуçана шырăр, вара чĕрĕ юлатăр: Вăл Иосиф килĕ çине ăна çунтарса яракан вут пек ан ыткăнтăр, Вефильре ăна сÿнтерекен никам та пулмĕ.

(7) Эй эсир, сута наркăмăша кăларакансем, тÿрĕлĕхе çĕре пăрахса таптакансем!

(8) Кам пултарнă-ха Алтăр çăлтăрпа Кĕвенте çăлтăра, кам сĕм сĕмлĕхрен çутă ир, кăнтăр çутинчен çĕрлехи пек тĕттĕм туса хурать, кам тинĕс шывне чĕнсе илсе пĕтĕм çĕр пичĕ тăрăх юхтарать? Унăн ячĕ — Çÿлхуçа!

(9) Вăйлине хирĕç Вăл çаратакана тĕреклĕлетет, çаратакан вара кереме кĕрет.

(10) Вĕсем хапха умĕнче питлекене кураймаççĕ, тÿрĕ калаканран йĕрĕнеççĕ.

(11) Çапла ĕнтĕ, чухăна таптанăшăн, унран парнелĕх çăкăр илнĕшĕн эсир, чутланă чулран çурт тусассăн та, унта пурăнаймăр; хÿхĕм иçĕм пахчисем лартса ÿстерсен те, иçĕм çырли эрехне ĕçеймĕр:

(12) Эпĕ сирĕн йĕркесĕр ĕçĕрсем мĕн тери нумаййине, çылăхăрсем мĕн тери йывăррине пĕлетĕп: эсир — тÿрĕ ĕç тăшманĕсем, эсир сĕрев илетĕр, сутра чухăнсенĕн ĕçне тÿнтерле кăтартатăр.

(13) Çавăнпа çак вăхăтра ăсли чĕнмесĕр тăрать, мĕншĕн тесен ку вăхăт — усал вăхăт.

(14) Чĕрĕ юлас тесен, усала мар, ырра шырăр — çавăн чухне, хăвăр каланă пек, Саваоф Çÿлхуçа Турă сирĕнпе пĕрле пулĕ.

(15) Усала курайми пулăр та ырра юратăр, хапхăр умĕнче каллех тĕрĕс сут тума тытăнăр; тен, Саваоф Çÿлхуçа Турă Иосиф йăлкăмне хĕрхенĕ.

(16) Çавăнпа ĕнтĕ Саваоф Çÿлхуçа Турă, Пурне те Тытса Тăракан, çапла калать: пур урамра та ÿлесе йĕрĕç, пур çул çинче те: «шел, шел!» тесе кăшкăрĕç, çĕр ĕçлекенсене хуйхăрма, хÿхлев юрри пĕлекенсене хÿхлеме чĕнĕç,

(17) пур иçĕм пахчинче те ÿлесе йĕрĕç, мĕншĕн тесен Эпĕ сирĕн хушшăрпа иртĕп, тет Çÿлхуçа.

(18) Çÿлхуçа кунне курас теекенсемшĕн хуйхă çитĕ! Çÿлхуçа кунĕ мĕн тума кирлĕ-ха сире? вăл тĕттĕм, çутă мар,

(19) ку вăл арăсланран таракан çын çулĕ çине упа тухнă пекех е киле çитсе хÿме çумне алăпа тĕреннĕ çынна çĕлен сăхнă пекех.

(20) Çÿлхуçа кунĕ тĕттĕм мар-и вара, çутă-и? вăл — тĕттĕм, унта çуталса тăни çук.

(21) Сирĕн уявăрсене кураймастăп, йышăнмастăп, чаплă пухăвăрсем вăхăтĕнчи парнĕрсен ырă шăршине хапăлламастăп.

(22) Мана пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парне е çăкăр парни кÿрес пулсан, Эпĕ вĕсене йышăнмăп, самăртнă пăрусем пусса кÿнĕ тав парни çине те çавăрăнса пăхмăп.

(23) Хăвăн юррусен шавне Манран аяккалла сир: Эпĕ санăн кĕслÿ сассине итлессĕм çук.

(24) Сут тăвасси шыв юхнă пек пытăр, тÿрĕлĕх вара хăватлă юхăм пек пултăр!

(25) Эй Израиль килĕ, пушхирте хĕрĕх çул хушшинче парнесемпе çăкăр парнисем кÿтĕр-и эсир Мана?

(26) Эсир Молох чатăрĕпе Ремфан туррăр çăлтăрне, хăвăр валли тунă йĕрĕхĕрсене йăтса çÿрерĕр.

(27) Çавăншăн Эпĕ сире Дамаск леш енне куçарса ярăп, тет Çÿлхуçа; Унăн ячĕ — Саваоф Турă!

6

(1) Пуринчен те аслă халăхăн ятлă çыннисене, Сион çинче пĕр шухăшсăр пурăнаканскерсене, Самари тăвне шанса пурăнаканскерсене, хăйсем патне Израиль йăхне çÿретекенскерсене, хуйхă çитĕ!

(2) Калне хулине çитĕр те пăхăр, унтан аслă Емаф хулине кайăр, кайран филистимсен хулине Гефа анăр: çак патшалăхсенчен лайăхрах мар-и вĕсем? вĕсен çĕрĕсем сирĕн çĕрĕртен анлăрах мар-и?

(3) Эсир, асап кунĕ çитесси инçе-ха тесе шутлакансем, пусмăр çĕнтерессе çывхартакансем,

(4) эсир, сăлан шăмминчен тунă чаплă саксем çинче выртакансем, вырăнăрсем çинче рехетленекенсем, кĕтÿри чи лайăх такасене, чи сĕтеклĕ кĕтÿлĕхсенче çÿрекен пăрусене çиекенсем,

(5) кĕвве Давид пекех калама пултаратпăр тесе кĕсле çеммипе юрлакансем,

(6) куркапа эрех ĕçекенсем, чи паха сĕрĕшпе сĕрĕнекенсем, эсир Иосиф асапĕшĕн хуйхăрмастăр та!

(7) Çавăншăн вĕсем халĕ тыткăна каякансенчен чи малтан тыткăна кайĕç, вара ачаша тухнисен хĕпĕртесси пĕтĕ.

(8) Çÿлхуçа Турă Хăй ячĕпе тупа тăвать, Саваоф Çÿлхуçа Турă çапла калать: Иаков мăнкăмăллăхĕнчен йĕрĕнетĕп, унăн керменĕсене кураймастăп, унăн хулине те, унта мĕн пуррине те пĕтĕмпех тăшман аллине паратăп.

(9) Вара çапла пулĕ: пĕр-пĕр çуртра вунă çын юлсан, вĕсем те вилсе пĕтĕç.

(10) Çавсен тăванĕ е çунтаракан вилнисен шăммишаккине çуртран йăтса тухас тесе илĕ те çуртри çынран: «санăн тата кам та пулин пур-и?» тесе ыйтĕ. Лешĕ: «никам та çук» тейĕ. Ыйтаканни вара: «шăп пул! Çÿлхуçа ятне асăнма юрамасть» тейĕ.

(11) Мĕншĕн тесен Турă калĕ те акă, пысăк çуртсем çурмаран çурăла-çурăла кайĕç, пĕчĕк çуртсем çуркалана-çуркалана ишĕлсе анĕç.

(12) Чул ту тăрăх утсем чупаççĕ-и? ăна вăкăрпа сухалама пулать-и? Çав хушăра эсир сут ĕçне наркăмăша, тÿрĕлĕх çимĕçне йÿççе кăларатăр;

(13) эсир, ниме тăман япаласене мухтакансем, çапла калатăр: «хамăр хăватăмăра хамăр вăйпа илмен-и эпир?» теетĕр.

(14) Эй Израиль килĕ, тет Саваоф Çÿлхуçа Турă, Эпĕ акă сире хирĕç халăх çĕклĕп те, сире Емафа кĕнĕ çĕртен пуçласа пушхирти юхăм шыв таран хĕссе тăрĕç, тет.

7

(1) Мана Çÿлхуçа Турă çакăн пек кăтартрĕ: акă Вăл каю шăтса тухнă чухне хĕрлĕ шăрчăк пултарчĕ, çав каю патша валли утă çулнă хыççăн шăтса тухнăччĕ.

(2) Çапла пулчĕ: хĕрлĕ шăрчăк çĕр çинчи курăка çисе пĕтерсен, эпĕ каларăм: эй Çÿлхуçа Туррăм! хĕрхенсемччĕ; Иаков мĕнле чăтса тăрайĕ? вăл пĕчĕкçеççĕ-çке, терĕм.

(3) Çÿлхуçа вара хĕрхенчĕ: «кун пек пулмĕ» терĕ Çÿлхуçа Турă.

(4) Çÿлхуçа Турă мана тата çакăн пек кăтартрĕ: акă Çÿлхуçа Турă сут тума вутçулăм кăларчĕ — çав вут-çулăм тĕпсĕр шыва та, çĕрĕн пĕр пайне те çунтарса ячĕ.

(5) Эпĕ каларăм вара: эй Çÿлхуçа Туррăм! чарсамччĕ; Иаков мĕнле чăтса тăрайĕ? вăл пĕчĕкçеççĕ-çке, терĕм.

(6) Çÿлхуçа вара хĕрхенчĕ: «ку та пулмĕ» терĕ Çÿлхуçа Турă.

(7) Çакăн пек кăтартрĕ Вăл мана: акă Çÿлхуçа чăнкă хÿме çинче тăрать, Унăн аллинче — тăхлан тÿркĕç.

(8) Çÿлхуçа мана: Амос, мĕн куратăн эсĕ? терĕ. Эпĕ хуравласа каларăм: тÿркĕç, терĕм. Çÿлхуçа каларĕ: акă тÿркĕçе хамăн халăхăм, Израиль, хушшине хурăп; ăна урăх каçармăп.

(9) Вара Исаакăн тÿпем вырăнĕсем пушанса юлĕç, Израилĕн таса теекен çурчĕсем те арканĕç, Иеровоам килне хирĕç Эпĕ хĕçпе çĕкленĕп, терĕ.

(10) Вефиль священникĕ Амасия вара Израиль патши Иеровоам патне çапла калама çын ячĕ: Амос Израиль ăрăвĕсене сана хирĕç пăлхатса çÿрет; унăн пĕр сăмахне те çĕр чăтса тăраймĕ.

(11) Амос çапла калать: «Иеровоама хĕç касса вĕлерĕ, Израиле вара хăй çĕрĕнчен тыткăна илсе каяççех» тет.

(12) Амоса ĕнтĕ Амасия çапла каланă: эй витĕркуран! кай, Иуда çĕрне тухса кай; çавăнта çăкăр çи, çавăнта пророкла каласа çÿре,

(13) анчах Вефильре текех пророкла каласа ан çÿре, мĕншĕн тесен вăл — патшанăн таса вырăнĕ, патша килĕ, тенĕ.

(14) Амос Амасияна хуравласа каланă: эпĕ пророк та мар, пророк ывăлĕ те мар; эпĕ кĕтÿçĕччĕ тата смоква татса çÿреттĕм.

(15) Анчах Çÿлхуçамăр мана сурăхсем патĕнчен уйăрса илчĕ те каларĕ мана: «кай, Ман халăхшăн, Израильшĕн, пророк пул» терĕ.

(16) Халĕ ĕнтĕ Çÿлхуçа сăмахне итлесе пĕтер. Эсĕ: «Израиле хирĕç каласа ан çÿре, Исаак килне хирĕçле сăмах ан кала» тетĕн.

(17) Çакăншăн Çÿлхуçа акă мĕн калать: санăн арăмна хулара мăшкăл тăвĕç, ывăлусемпе хĕрÿсем хĕç айне пулса пĕтĕç, санăн çĕрÿ чикĕ вĕренĕпе пайланĕ, хăв эсĕ таса мар çĕр çинче вилĕн, Израиле вара хăй çĕрĕнчен илсе тухаççех, тет.

8

(1) Çапла кăтартрĕ, çапла уçса пачĕ мана Çÿлхуçа Туррăмăр: акă пиçсе çитнĕ çимĕç тултарнă пурак.

(2) Вăл каларĕ: Амос, мĕн куратăн эсĕ? терĕ. Эпĕ хуравласа каларăм: пиçсе çитнĕ çимĕç тултарнă пурак куратăп, терĕм. Вара Çÿлхуçа мана каларĕ: Ман халăхăмăн, Израилĕн, пĕтесси те пиçсе çитрĕ: ăна урăх каçармăп.

(3) Тĕреклĕлетнĕ çуртăн юррисем çав кун кăшкăрса йĕнипе ылмашăнĕç, тет Çÿлхуçа Турă; виле нумай пулĕ; вĕсене пур çĕрте те ним чĕнмесĕр пăрахса хăварĕç.

(4) Итлесе пĕтерĕр çакна, чухăнсене хыпса çăтасшăн, мĕскĕнсене пĕтересшĕн антăхса тăракансем,

(5) эсир: «çĕнĕ уйăх иртсе каятех, вара эпир тырă сутма пуçлăпăр, шăматкун иртсе каятех, вара эпир кĕлетсене уçăпăр, виçене чакарса, сикль хакне ÿстерсе, тĕрĕс мар тарасапа халăха улталаса,

(6) кĕлмĕçсене кĕмĕлле, чухăнсене пĕр мăшăр ура сыррилле сутăн илсе, хывăхран пĕçернĕ çăкăр сутса пурăнăпăр» теекенсем, итлĕр.

(7) Çÿлхуçа Иаков мухтавĕпе тупа турĕ: чăнахах та вĕсем тунă ĕçсенчен пĕрне те ĕмĕрне те манмăп! терĕ.

(8) Çакна пула çĕр чĕтренсе илмĕ-и, ун çинче пурăнакан кашни çынах йĕрсе ямĕ-и? Çĕр пĕтĕмпех юхăм шыв пек хумханса кайĕ, вăл Египет шывĕ пек çĕклене-çĕклене анĕ.

(9) Çав кун вара çапла пулĕ, тет Çÿлхуçа Турă: тăр-кăнтăрла хĕвеле антарса лартăп, кăнтăр варринче çĕре сĕмлĕхпе хупăрлăп.

(10) Уявăрсенче хуйхăрмалла тăвăп, пур юррăра та хÿхлеве çавăрăп, пурин çине те хуйхă тумтирĕ уртса ярăп, пурин пуçне те шакла тăвăп, çĕршывра вара пĕртен-пĕр ывăлшăн хурланса йĕнĕ пек хÿхлев илтĕнсе тăрĕ, çĕршыв пĕтни хурлăхлă кун пек пулĕ.

(11) Çÿлхуçа Турă калать: акă Эпĕ çĕр çине выçлăх ярас кунсем çывăхарса килеççĕ, çакă вăл çăкăрсăр выçăхни е шывсăр антăхни мар, çакă вăл Çÿлхуçа сăмахĕсене илтесшĕн антăхни пулĕ.

(12) Çÿлхуçа сăмахне шыраса тинĕсрен тинĕсе çÿрĕç, çурçĕртен тухăçа куçĕç, анчах ăна тупаймĕç.

(13) Çав кун хитре хĕрсемпе яш ачасем антăхнипе халтан кайĕç;

(14) халĕ вĕсем Самари çылăхĕпе тупа тăваççĕ: «эй Дан, санăн турру чĕрĕ! Вирсавияна илсе каякан çул та чĕрĕ!» тееççĕ. Вĕсем ĕнтĕ кайса ÿкĕç те урăх тăраймĕç.

9

(1) Эпĕ Çÿлхуçа парне вырăнĕ çумĕнче тăнине куртăм, Вăл каларĕ: хапхан çÿлти суллине çап, хапха суллисем кисренсе кайччăр, вĕсене пурин пуçĕ çине те ишĕлтерсе антар, ыттисене Эпĕ хĕçпе тĕп тăвăп: тараканнисенчен пĕри те тарса ÿкеймĕ, хăтăлас теекеннисенчен пĕри те хăтăлаймĕ.

(2) Вĕсем çĕр тĕпне тарса пытанас пулсан та, Манăн аллăм вĕсене унтан та туртса кăларĕ; пĕлĕт çине улăхса каяс пулсан та, вĕсене унтан та сирпĕтсе антарăп.

(3) Кармил тăрринче пытанса ларас пулсан та, вĕсене унтан та шыраса тупса илсе килĕп; Манăн куçăмран тинĕс тĕпне анса пытанас пулсан та, унта та тинĕс çĕленне вĕсене суранлатма хушăп.

(4) Хăйсен тăшманĕсен умĕнчен пырса тыткăна каяççĕ пулсан, Эпĕ хушнипе вĕсене унта та хĕç касса тăкĕ. Вĕсем çине Хамăн куçăмпа ырă сунса мар, хуйхă сунса пăхăп.

(5) Саваоф Çÿлхуçа Турă çĕре сĕртĕнĕ çеç — çĕр ирĕлсе те кайĕ, çĕр çинче пурăнакансем пурте йĕрсе-макăрса ярĕç; пĕтĕм çĕр юханшыв пек çĕкленсе кайĕ те Египет шывĕ пек анса ларĕ.

(6) Вăл Хăйĕн çÿлти керменĕсене тÿпене туса лартнă, никĕсне çĕр çине çирĕплетсе лартнă, Вăл тинĕс шывĕсене чĕнсе илсе пĕтĕм çĕр пичĕ тăрăх юхтарать; Унăн ячĕ — Çÿлхуçа.

(7) Израиль ывăлĕсем, эсир те Маншăн Эфиопи çыннисен ывăлĕсем пекех мар-и? тет Çÿлхуçа. Израиле Египет çĕрĕнчен, филистимсене Кафтортан, Арам çыннисене Киртан Эпĕ илсе тухмарăм-и вара?

(8) Акă Çÿлхуçа Турă куçĕ — çылăхлă патшалăх çинче, Эпĕ ăна çĕр пичĕ çинчен пĕтерсе тăкăп; анчах Иаков килне пĕтĕмпех пĕтермĕп, тет Çÿлхуçа.

(9) Акă Эпĕ хушăп та — Израиль килне пур халăхсем хушшине салатса ярăп, тырă пĕрчисене ала çинче пĕри те çĕре ÿкмелле мар салатнă пек салатăп.

(10) Ман халăхăмăн çылăхлă çыннисем, «çакă инкек пире çитмĕ, пирĕн патăмăра килмĕ!» теекенсем, пурте хĕç айне пулса пĕтĕç.

(11) Çав кун Эпĕ Давидăн пăрахăçа тухнă кĕлĕ чатăрне çĕнĕрен туса лартăп, ун ăшĕнчи хушăксене питĕрĕп, мĕн çĕмĕрĕлнине юсаса тирпейлĕп, ăна авалхи евĕрлех туса çитерĕп,

(12) çапла вĕсем Эдомăн йăлкăмне, Ман ятăм хăйсен хушшине çитес халăхсене пурне те хăйсен аллине илччĕр, тет çакна пурне те пултаракан Çÿлхуçа.

(13) Акă сухаçă тырă выракана, иçĕм çырли таптакан иçĕм йывăçĕ лартакана тĕл пулас кунсем çитĕç; тусем иçĕм сĕткенĕ юхтарса тăрĕç, иçĕм çырли сĕткенĕ пĕтĕм сăрт çинчен юхса выртĕ.

(14) Вара Хамăн халăхăма, Израиль халăхне, тыткăнран каялла илсе килĕп, ĕнтĕ пушанса юлнă хуласенче çурт-йĕр çавăрĕç те унта пурăнма вырăнаçĕç; иçĕм пахчисем лартса тултарĕç, иçĕм çырлинчен эрех туса ĕçĕç, йывăç пахчисем лартса ÿстерĕç те улма-çырла çийĕç.

(15) Çапла вĕсене хăйсен çĕрне вырăнаçтарăп, текех вĕсене хăйсен çĕрĕнчен, Эпĕ панă çĕртен, хăваласа ямĕç, тет Çÿлхуçа Турру.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s