Иеремия Çырăвĕ


Иеремия Çырăвĕ

(1) Иеремия ку çырăва Вавилон патши Вавилона тыткăна илсе кайнă çынсем патне çырнă: вăл вĕсене Турă хăйне мĕн пĕлтернине хыпарласшăн пулнă.

(2) Турă умĕнче тунă çылăхсемшĕн сире Навуходоносор — Вавилон патши — Вавилона тыткăна илсе кайĕ.

(3) Вавилона çитсессĕн, эсир унта нумай çул, нумай вăхăт, — çичĕ сыпăка çитичченех, — пу- рăнатăр; çавăн хыççăн тин Эпĕ сире унтан лăплантарса илсе тухăп.

(4) Эсир ĕнтĕ Вавилонра хулпуççи çинче йăтса çÿрекен, суя тĕнлĕ çынсене хăратса тăракан кĕмĕл, ылтăн, йывăç турăсене куратăр.

(5) Хăвăр та çав ют йăх çыннисем пек пулса каясран, хăвăр та вĕсен туррисенчен хăрама тытăнасран сыхланăр. Вĕсен умĕ-хыçĕнче çав турăсене пуççапакансен ушкăнне курсассăн, хăвăр ăшăрта: эй Патшамăр, Сана пуççапмалла! тейĕр.

(6) Манăн ангелăм сирĕнпе пĕрле, вăл — сирĕн чунăра хÿтĕлекенĕ.

(7) Вĕсен чĕлхине ÿнерçĕ якатса тунă, хăйсене вĕсене ылтăнпа кĕмĕл сăрнă; анчах суя вĕсем, калаçма та пултараймаççĕ.

(8) Капăрланма юратакан хĕр валли тунă пек, вĕсем ылтăн илеççĕ те хăйсен туррисем валли пуçкăшăль тăваççĕ.

(9) Тепĕр чухне тата апăссем хăйсен туррисен ылтăн-кĕмĕлне вăрлаççĕ те унпа хăйсем усă кураççĕ;

(10) аскăн арăмсен килне пыраççĕ те çавсене вăрланинчен уйăрса параççĕ; ылтăн, кĕмĕл, йывăç турăсене, çынна капăрлатнă пек, тумтирпе капăрлантараççĕ.

(11) Анчах лешĕсем, хăйсене хĕрхĕлтĕм тум тăхăнтартнă пулин те, тутăхпа кĕверен çăлăнаймаççĕ.

(12) Хăйсен çуртĕнче вĕсен пичĕ-куçĕ çине тусан ларса тулать, вара вĕсене шăла-шăла тасатаççĕ.

(13) Ĕнтĕ суя турра этем аллинче, тÿре аллинче, пула- кан туя тыттарнă, анчах вăл хăй умĕнче айăпа кĕнине вĕлерме пултараймасть.

(14) Сылтăм аллинче хĕçпе хăрт пур, хăйне вара çартан та, хурахсенчен те сыхлаймасть: çакăнтанах вĕсем турă маррине пĕлме пулать; çавăнпа вĕсенчен ан хăрăр.

(15) Çĕмĕрĕлнĕ савăт çыншăн юрăхсăра тухать, вĕсен туррисем — шăп çавăн пек.

(16) Хăйĕн çуртне вырăнаçтарнă йĕрĕхĕн куçне ĕнтĕ кĕрен-тухан ури çĕклекен тусан тулса ларать.

(17) Патшана кÿрентернĕ çынна вĕлерме илсе кайсассăн ун килçурчĕн алăкне хупса лартнă пекех, йĕрĕх çурчĕсене вăрă-хурах çаратасран апăссем алăксене çăрапа питĕрсе, сăлăп ярса хуралласа тăраççĕ;

(18) вĕсем валли хăйсем валли çутнинчен ытларах çутаткăç çутаççĕ, лешĕсем вара çавна пĕрне те курма пултараймаççĕ.

(19) Вĕсем — çурт пĕрени пекех; вĕсен чĕрине çĕр хурчĕсем кĕшĕклеççĕ, вĕсене хăйсене те, вĕсен тумтирне те çисе яраççĕ, — вĕсем çавна туймаççĕ те.

(20) Хăйсен çуртĕнче тĕтĕрен тĕтĕмпе вĕсен пичĕ-куçĕ хуралсах ларнă.

(21) Вĕсен кÿлепи çине, пуçĕ çине çара çерçи, чĕкеç, ытти кайăк вĕçсе килсе ларать, вĕсем тăрăх кушак та чакаланса хăпарать.

(22) Çакăнтан ĕнтĕ вĕсем турă маррине ăнланса илейĕр; эппин, вĕсенчен ан хăрăр.

(23) Вĕсене илемшĕн сăрнă ылтăна тутăхран никам та тасатмасассăн, вĕсем йăлтăртатма пăрахаççĕ; вĕсем хăйсене шăратса тунине те туйман.

(24) Хаклă хак парса туяннă вĕсене, анчах вĕсенĕн сывлăшĕ çук.

(25) Урасăрскерсене, вĕсене хулпуççи çинче йăтса çÿреççĕ, çакă ĕнтĕ çынсене вĕсем ăçтиçук çеç пулнине кăтартса парать те; вĕсене ĕçлесе тăраканнисем те намăса юлаççĕ,

(26) мĕншĕн тесессĕн вĕсем, çĕре ÿкес пулсан, хăйсем тĕллĕн тăраймаççĕ; çавăн пекех кам та пулин вĕсене тÿрĕ лартса хурас-тăк, вĕсем хăйсем тĕллĕн куçаймаççĕ, кам та пулсан тайăлтарса тăратас-тăк, тÿрленсе тăраймаççĕ, анчах вĕсен умне, виле умне хунă пек, парнесем хураççĕ.

(27) Апăссем вĕсен парнисене сутаççĕ, вĕсемпе иртĕнсе ашкăнаççĕ; çавăн пекех вĕсен арăмĕсем те парнесен хăш-пĕр пайне тăварласа лартаççĕ, кĕлмĕçе те, чирлĕ çынна та нимĕн те памаççĕ.

(28) Вĕсен парнисене таса мар арăмсем те, тин çăмăлланнă арăмсем те тыткалаççĕ. Çапла ĕнтĕ, çакăнтан вĕсем турă маррине пĕлсе, ан хăрăр вĕсенчен.

(29) Вĕсене епле турă темелле-ха? çак кĕмĕл, ылтăн, йывăç турăсене хĕрарăмсем парне кÿреççĕ.

(30) Çав йĕрĕх çурчĕсенче апăссем вара çуркаласа пĕтернĕ тумтирпе лараççĕ, вĕсем ĕнтĕ пуçне хырнă, сухалне хырнă, çара пуçăн лараççĕ:

(31) хăйсен туррисем умĕнче вĕсем хăшĕ-пĕри вилнисене асăннă чухне кăшкăрса йĕнĕ пек уласа йĕреççĕ.

(32) Вĕсен тумтирне хăшне-пĕрне апăссем хăйсем валли илеççĕ те хăйсен арăмĕсене, ачисене тумлантараççĕ.

(33) Çав турăсем камран та пулин ырă е усал тÿсеççĕ пулсан, хирĕç тавăраймаççĕ; патшана лартма та, ăна патшаран сирпĕтме те пултараймаççĕ.

(34) Çавăн пекех пуянлăх та, пăхăр вак укçа та пулин параймаççĕ. Хăйсене кам та пулин мĕн тума та пулин сăмах парсан, çавна тумасан шыраса илеймеççĕ.

(35) Çынна вилĕмрен хăтараймаççĕ, вăйсăррине вăйлинчен туртса илеймеççĕ;

(36) суккăра куç çути тавăрса параймаççĕ; çынна йывăр чухне пулăшаймаççĕ;

(37) тăлăх арăма хÿтĕлеймеççĕ, тăлăх турата ырă тăваймаççĕ.

(38) Ылтăн та кĕмĕл сăрнă çак йывăç турăсем ту çинчи чул евĕрлех, — вĕсене ĕçлесе тăракансем намăса юлаççĕ.

(39) Мĕнле-ха вĕсене турă теме пулать, турă вырăнне хума пулать?

(40) Çитменнине, халдейсем хăйсем те вĕсене хисепе хумаççĕ, урамра чĕлхесĕре тĕл пулсассăн, ăна Бел патне илсе пыраççĕ те туякана хистенĕ пек хистеççĕ, калаçман çынна калаçакан тума ыйтаççĕ.

(41) Çакна курсан та вĕсем хăйсен туррисене пăрахаймаççĕ, мĕншĕн тесен шухăшлама пĕлмеççĕ.

(42) Арăмсем, пилĕкне хăмăш пиçиххи çыхса, урамра çу йывăçĕн вăррине çунтарса тĕтĕрсе лараççĕ.

(43) Çавсем хăшĕ те пулин иртсе пыракан ара кăмăлласа унпа çывăрса илсессĕн, кайран вăл хăйĕн хĕр-тантăшне «эсĕ çавна тивĕçеймерĕн, санăн пиçиххÿне туртса татакан пулмарĕ» тесе ÿпкелет.

(44) Вĕсем патĕнче мĕн пулса иртни пĕтĕмпех суя. Çавăнпа мĕнле-ха вĕсене турă теме пулать, турă вырăнне хума пулать?

(45) Вĕсене ÿнерçĕсемпе ылтăн шăратакансем тунă; ÿнерçĕсем мĕнле тăвас тенĕ вĕсене, çавăн пек тунă, унта урăххи нимĕн те çук.

(46) Вĕсене ăсталаканĕсем те вăрăм ĕмĕрлĕ пулмаççĕ;

(47) вĕсем ăсталани епле-ха турă пулайтăр? Хăйсем çинчен вĕсем суя, хăйсен тăхăмĕсем валли намăс курмалли анчах хăварнă.

(48) Вĕсем патне вăрçă е инкек-синкек çитсен вара апăссем хăйсем хушшинче канашлаççĕ, йĕрĕхĕсемпе пĕрле ăçта пытанасси çинчен шухăшлаççĕ.

(49) Хăйсене хăйсем вăрçăран та, инкек-синкекрен те çăлса хăвараймаççĕ пулсассăн, вĕсем турă маррине епле ăнланмалла мар-ха?

(50) Вĕсене йывăçран тунинченех, вĕсене ылтăнпа кĕмĕл сăрнинченех вĕсем суя пулнине пĕлме пулать; вĕсем турă марри, вĕсене çын алли туни, вĕсенче турă ĕçĕ нимĕн те çукки халăхсене те, патшасене те уççăнах курăнмалла.

(51) Çакăн хыççăн вĕсем турă марри камшăн ăнланмалла мар-ха?

(52) Вĕсем çĕршыв валли патша лартаймаççĕ, çынсене çумăр параймаççĕ;

(53) – (54) çĕрпе пĕлĕт хушшинчи ула курак пек, вăйсăр пулнăран тавăçа татса параймаççĕ, хур куракана хÿтĕлеймеççĕ. Йывăç турăсен çуртне е ылтăн-кĕмĕл сăрнă турăсен çуртне пушар хыпса илсессĕн, вĕсен апăсĕсем тарса хăтăлĕç, — кусем вара, варринчи пĕренесем пек, çунса кайĕç.

(55) Вĕсем патшана та, тăшмана та хирĕç тăраймаççĕ. Мĕнле-ха вĕсене турă теме пулать, мĕнле вĕсене хапăл тума пулать?

(56) Çав турăсем — йывăçран тунăскерсем, ылтăн-кĕмĕл сăрнăскерсем — хăйсене вăрăсенчен те, хурахсенчен те сыхлаймаççĕ:

(57) лешĕсем вара, вĕсенчен вăйлăраххисем, вĕсем çинчи ылтăн-кĕмĕле, тумтире сÿсе илеççĕ те тупăшпа тухса каяççĕ, кусенĕн ĕнтĕ хăйсене хăйсем пулăшма та вăйĕ çук.

(58) Çавăнпа та хăюлăх кăтартакан патша е килте хуçа тыткалакан усăллă савăт суя турăсенчен лайăхрах, е тата килти пурлăха сыхлакан алăк та суя турăсенчен лайăхрах, е тата патша керменĕнчи йывăç юпа та суя турăсенчен лайăхрах.

(59) Акă çутатмашкăн пултарнă хĕвелпе уйăх, çăлтăрсем итлеççĕ, хăйсен ĕçне тăваççĕ.

(60) Çавăн пекех çиçĕм те çиçмессерен лайăх курăнать; çавăн пекех çил те кирек хăш çĕршывра та вĕрет.

(61) Пĕлĕтсем те, хăйсене Турă тĕнче çийĕн иртме хушсассăн, хушнине тăваççĕ.

(62) Вăрмансемпе тусене пĕтерме çÿлтен яракан вут-çулăм та мĕн тумаллине тăвать; кусем вара тĕсĕпе те, вăй-хăвачĕпе те вĕсем евĕрлĕ мар.

(63) Мĕншĕн-ха вара вĕсене — сут тума та, çынсене ырă тума та вăй çитерейменскерсене — турă темелле, турă вырăнне хумалла?

(64) Эппин, вĕсем турă маррине пĕлÿçĕн вĕсенчен ан хăрăр.

(65) Патшасене вĕсем ылханаймĕç те, пиллеймĕç те;

(66) тÿпере те, халăхсем умĕнче те паллăсем кăтартаймĕç; хĕвел пек çутатаймĕç, уйăх пек çутăлаймĕç.

(67) Тискер чĕрчунсем вĕсенчен лайăхрах: вĕсем, хÿтлĕхе тарса кайса, хăйсене хăйсем пулăшма пултараççĕ.

(68) Çапла ĕнтĕ вĕсем турă пулнине эпир нимĕнрен те курмастпăр; çавăнпа вĕсенчен ан хăрăр.

(69) Пахчари катемпи нимĕн те сыхласа хăвараймасть, ылтăн-кĕмĕл сăрнă йывăç турăсем — шăпах çавăн пек ĕнтĕ.

(70) Ылтăн-кĕмĕл сăрнă йывăç турăсем тата кирек мĕнле кайăк та ларакан йывăç пахчинчи йĕплĕ тĕмĕ пек е вĕсем тĕттĕм вырăна пăрахнă виле пек.

(71) Хăйсем çийĕнчи çĕрсе пĕтекен хĕрхĕлтĕм те йĕпкĕн хĕрлĕ тумтирĕнченех вĕсем ту- рă маррине ăнланса илме пултаратăр; юлашкинчен вĕсене хăйсене те кĕшĕклесе ярĕç, ĕнтĕ çĕршыв намăсĕ пулĕç.

(72) Çапла ĕнтĕ тÿрĕ çын йĕрĕхе уямасть: вăл мăшкăлран аякра тăрать.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s