Исаия Пророк Кĕнеки


Исаия Пророк Кĕнеки

 

1

(1) Исаийăна, Амос ывăлне, курăнни: вăл çакна, Иудейăпа Иерусалима мĕн пулассине, Иудейăра Озия, Иоафам, Ахаз тата Езекия патшасем патшара ларнă вăхăтра курнă.

(2) Эй тÿпе, итле, эй çĕр, эсĕ те тăнла, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа калать: Эпĕ ывăлăмсене вĕрентрĕм, асла кăлартăм, вĕсем вара Мана хирĕç тăчĕç.

(3) Вăкăр хăйĕн хуçине, ашак хăй хуçийĕн сырăшне пĕлет; Израиль вара [Мана] пĕлмест, Манăн халăхăм ăса кĕрсе çитеймест.

(4) Ах, çылăхлă халăх, йĕркесĕр ĕçсем айне пулнă халăх, усал çынсен йăхĕ, çынвĕлерен ывăлсем! Çÿлхуçаран сивĕнчĕç, Израиль Святойне вырăна хумарĕç — каялла çаврăнчĕç, тет.

(5) Çав-çавах чурăсланакансем, сире тата ăçтан çапмалла-ши? Пуçăр йăлтах юхан-суранлă, чĕрĕр те хавшанă.

(6) Ура тупанĕнчен пуç тÿпи таранах унăн пĕр сывă вырăн та çук: юхан-суран, юнăхнă-кăвакарнă вырăнсем, пÿрленсе тăракан сурансем, вĕсене çуса та тасатман, çу сĕрсе, çемçетсе те çыхман.

(7) Сирĕн çĕре сăтăр-мăшкăл кăтартнă; хулăрсене çунтарса янă; сирĕн хирсем паракан çимĕçе ютран килнисем хăвăр умăртах çисе яраççĕ; ютран килнисем çаратса тухнă евĕр, пур тĕлте те — пуш-пушă.

(8) Ĕнтĕ Сион хĕрĕ иçĕм пахчинчи чатăр пек, уй-хирти хÿшĕ пек, хупăрласа илнĕ хула пек тăрса юлчĕ.

(9) Саваоф Çÿлхуçа пире кăштах ăрăвлăха хăварман пулсассăн, эпир Содом пекех пулăттăмăр, Гоморрăпа танлашăттăмăр.

(10) Эй Содом пуçлăхĕсем, Çÿлхуçа сăмахне итлĕр; эй Гоморрă халăхĕ, Туррăмăр саккунне тăнла!

(11) Эсир кÿрекен йышлă парне мĕн тума кирлĕ Мана? теет Çÿлхуçа. Пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿнĕ сурăхсемпе, самăрлатнă выльăх çăвĕпе тăранса çитрĕм Эпĕ; Мана пăрусен юнĕ те, сурăхсемпе качакасен юнĕ те кирлĕ мар.

(12) Эсир Ман умăма килсе тăратăр, çакна кам ыйтать сирĕнтен? Эсир мĕншĕн Ман Килĕмĕн картишне таптатăр?

(13) Ниме тăман парнĕрсене текех илсе ан килĕр: тĕтĕм тĕтĕрни те йĕрĕнтерет Мана; çĕнĕ уйăх уявĕпе шăматкунсене, уяв пухăвĕсене тÿсме пултараймастăп: саккуна хирĕçле ĕçсем — çав хушăрах уявсем!

(14) Сирĕн çĕнĕ уйăх уявĕсене, ытти уявăрсене кураймасть Манăн чунăм: вĕсем Маншăн — пысăк çĕклем; йывăр Мана вĕсене çĕклесе çÿреме.

(15) Аллăрсене çÿлелле тăснă чухне, сире курас мар тесе, куçăма хупатăп; эсир çине-çинех тархаслама пуçласассăн та, Эпĕ сире илтместĕп: сирĕн аллăрсем чĕп-чĕрĕ юн.

(16) Çăвăнăр, тасалăр; усал ĕçĕрсене Манăн куçăм умĕнчен шăлса ывăтăр; усал тума чарăнăр;

(17) ырă тума вĕренĕр, тÿрĕлĕхе шырăр, пусмăр тÿсекене хăтарăр, тăлăха хÿтĕлĕр, тăлăх арăма кÿрентерме ан парăр.

(18) Вара килĕр — татса парăпăр, теет Çÿлхуçа. Çылăхăрсем хĕп-хĕрлĕ пулсассăн — юр пек шуратăп; йăмăх хĕрлĕ пулсассăн — шурă çăм пек шуратăп.

(19) Кăмăл тусассăн, итлесессĕн — çĕрĕн ырăлăхне çисе пурăнатăр;

(20) Турăран тунсассăн, çаплах чурăслансассăн — эсир хĕç тупăшĕ пулатăр: Çÿлхуçа çапла калать.

(21) Тÿрĕлĕхе хапăл тунă тĕп хула епле-ха аскăн арăм пек пулса кайрĕ! Унта тÿрĕлĕх пурăнатчĕ, халĕ çынвĕлеренсем пурăнаççĕ.

(22) Ĕнтĕ кĕмĕлÿ çунчăк пулчĕ, шыв хушнипе сăру та пăсăлчĕ.

(23) Санăн улпутусем саккуна хирĕçле ĕçсем тăваççĕ, вăрă-хурахсемпе туслашаççĕ; вĕсем пурте парне таврашне юратаççĕ, сĕревшĕн хыпса çунаççĕ; тăлăх-турата хÿтĕлемеççĕ, тăлăх арăм ĕçĕ вĕсем патне çитеймест.

(24) Çавăнпа та Çÿлхуçа, Саваоф Çÿлхуçа, Израилĕн Вăйлăскерĕ çапла калать: Хама хирĕç тăракансене Эпĕ мăшкăла хăварăп, Хамăн тăшманăмсене тавăрăп!

(25) Аллăма сан çине тăсăп та, сĕлтĕпе çунă пек, сана мĕнпур хутăшран тасатăп, сана пур тăхланран та уйăрăп;

(26) вара каллех сана унчченхи пекех тÿресем, пуçламăшĕнчи пекех канашçăсем тупса парса тăрăп; ĕнтĕ сан çинчен: «тÿрĕлĕх хули, шанчăклă тĕп хула» тейĕç.

(27) Сион тÿрĕ сут туса çăлăнĕ, Турă енне çаврăннисем тÿрĕлĕхпе çăлăнĕç;

(28) Турăран сивĕннисене, çылăхлисене пурне те вилĕм çитĕ, Çÿлхуçаран хăпнисем тĕп пулĕç.

(29) Хăвăр пуççапакан йывăçсемшĕн эсир намăса юлатăр, хăвăр валли суйла-са илнĕ катасемшĕн эсир мăшкăл куратăр.

(30) Вара эсир çулçи тăкăннă юман пек, шывсăр тăрса юлнă ката пек пулатăр.

(31) Ĕнтĕ вăй-хăватли чÿпĕк пулĕ, унăн ĕçĕ çулăм пулĕ; пĕрлех çунĕç — никам та сÿнтереймĕ, тет Çÿлхуçа.

2

(1) Турă Исаийăна, Амос ывăлне, Иудейăпа Иерусалима мĕн пулассине кăтартнă чухнехи сăмах.

(2) Юлашки кунсенче çапла пулĕ: Çÿлхуçа Çурчĕн тăвне ытти тусенчен асла кăларĕç, сăрт-ту хушшинче чи чапли çавă пулĕ, халăхсем пурте ун патне пуçтарăнĕç.

(3) Нумай-нумай йăх пухăнĕ, калĕç вара: килĕр, Çÿлхуçа тăвĕ çине, Иаков Туррийĕн Çурчĕ патне, улăхар. Вăл пире Хăйĕн çулĕсене вĕрентĕ, эпир Унăн сукмакĕсемпе çÿрĕпĕр, мĕншĕн тесессĕн саккун Сионран, Çÿлхуçа сăмахĕ Иерусалимран килĕ.

(4) Вăл халăхсен тавăçне татса парĕ, нумай ăрăва хунтăласа тÿрре кăларĕ; вара хăйсен хĕçĕнчен сухапуçĕ, сăннинчен çурла туптаса тăвĕç: пĕр халăх тепĕр халăх çине хĕç çĕклемĕ, текех вăрçă вăрçма та вĕренмĕç.

(5) Эй Иаков килĕ! Килĕр, Çÿлхуçа çутинче çÿрĕпĕр.

(6) Анчах та Эсĕ Хăвăн халăхна, Иаков килне, сирсе ятăн, мĕншĕн тесен вĕсем тухăçран теме те вĕренчĕç: филистимсенни пек вĕсен асамçăсем те пур, ют халăхсен ывăлĕсемпе те явăçаççĕ вĕсем.

(7) Ĕнтĕ унăн çĕрĕ кĕмĕлпе-ылтăнпа тулса ларчĕ, пурлăхĕн шучĕ те çук; унăн çĕрĕ ут-урхамахпа тулса ларчĕ, çар урапийĕсен шучĕ те çук;

(8) унăн çĕрĕ йĕрĕхсемпе тулса ларчĕ: вĕсем хăйсен алли тунăскерне, хăйсен пÿрни ăсталанăскерне пуççапаççĕ.

(9) Мĕскĕнленчĕ этем, ар хăйне кĕçĕне хăварчĕ — Эсĕ вĕсене каçармастăн.

(10) Çÿлхуçаран хăраса, Унăн мухтавĕнчен, аслăлăхĕнчен ту хушшинче пытан, çĕр хăвăлне пытан.

(11) Этем текех мăнаçлăн пăхаймĕ, çын асла кăларнийĕ кĕçĕне тăрса юлĕ; çавă кун пĕр Çÿлхуçа çеç аслă пулĕ.

(12) Мĕншĕн тесессĕн Саваоф Çÿлхуçа кунĕ çитĕ, вăл çитĕ мĕнпур мăнаçлине, мăнкăмăллине, мухтаса чапа кăларнине,— çакă ĕнтĕ кĕçĕне юлĕ,—

(13) вăл çитĕ çинче ÿсекен мĕнпур çÿллĕ те мăнаçлă кедр йывăçне, Васанăн мĕнпур юманне,

(14) мĕнпур çÿллĕ тăва, таçтанах курăнса тăракан сăртсене,

(15) мĕнпур çÿллĕ пашнене, мĕнпур тĕреклĕ хÿмене,

(16) Фарсисăн мĕнпур карапне, вĕсенĕн ăмсантаракан мĕнпур эрешне.

(17) Вара этемĕн аслăлăхĕ путланĕ, этемĕн чапĕ кĕçĕне тăрса юлĕ; çавă кун пĕр Çÿлхуçа çеç аслă пулĕ.

(18) Йĕрĕхсем яланлăхах çухалĕç.

(19) Çÿлхуçа çĕре аркатма пуçласассăн, Унран хăраса, Унăн мухтавĕнчен, аслăлăхĕнчен хăраса, çынсем ту çурăкĕсене, шăтăк-путăка тарса пытанĕç.

(20) – (21) Çавă кун, Çÿлхуçа çĕре аркатма пуçласассăн, Унран хăраса, Унăн мухтавĕнчен, аслăлăхĕнчен хăраса, сăрт хушăкĕсемпе ту çурăкĕсене тарса пытаннă чухне хăйĕн кĕмĕл йĕрĕхĕсемпе ылтăн йĕрĕхĕсене — пуççапма тунăскерсене — этем каюрасемпе çара çерçисене пăрахса парĕ.

(22) Эсир этеме шанма пăрахăр, сывлан сывлăшĕ те унăн сăмси шăтăкĕнче çеç: мĕнех ĕнтĕ вăл?

3

(1) – (3) Часах акă Çÿлхуçа, Саваоф Çÿлхуçа, Иерусалимран тата Иудăран туйине, тĕрекне туртса илĕ, çимелли çăкăрне, ĕçмелли шывне, паттăр çулпуçĕпе çар çыннине, тÿрипе пророкне, витĕркурана, аслă çынна, алпÿне, пуçлăхне, канашçине, ăслă ÿнерçине, ăста вĕрÿçине туртса илĕ.

(4) Яш ачасене вĕсен пуçлăхĕсем тăвăп, вĕсемпе ĕнтĕ ача-пăча хуçаланĕ.

(5) Ĕнтĕ халăх хушшинче пĕри теприне, кашнийĕ хăйĕн çывăх çыннине хĕсĕрлеме пуçлĕ; намăса пĕлмен яш ача ваттинчен, ниме тăман этем аслă çынран аслăрах пулса тăрĕ.

(6) Вара этем хăйĕн тăванне ярса тытĕ те: «аçун килĕнче санăн тум пур — апла пирĕн çулпуç пулсамччĕ, çак ишĕлчĕксем санăн аллунта пулччăр» тейĕ.

(7) Лешĕ вара тупа тусах калĕ: «халăх суранне сыватаймăп эпĕ; манăн килĕмре çăкăр та, тумтир те çук: мана халăх çулпуçĕ ан тусамăр» тейĕ.

(8) Иерусалим çапла арканĕ, Иуда çапла тĕп пулĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсен сăмахĕ те, ĕçĕ-хĕлĕ те — Çÿлхуçана хирĕç; Унăн мухтавлăхĕшĕн йĕрĕнмелле япала ку.

(9) Вĕсем мĕнлереххи вĕсен пичĕ-куçĕнченех курăнать, хăйсен çылăхĕсене вĕсем уççăнах, Содом çыннисем пекех, каласа параççĕ, пытарса тăмаççĕ: вĕсен чунне хуйхă çитĕ! вĕсем хăйсене хăйсемех усал тăваççĕ.

(10) Калăр тÿрĕ çынна — ăна ырăлăх пулĕ: хăй ĕçĕсемшĕн вăл ырă курĕ;

(11) йĕркесĕр çынна вара хуйхă çитĕ: аллин ĕçĕсемшĕн тавăру килĕ.

(12) Манăн халăхăма хĕсĕрлекенсем — ачасем, унăн хуçисем вара — хĕрарăмсем. Халăхăм! çулпуçусем сана çулран пăрса ячĕç, тĕрĕс мар сукмакпа илсе кайрĕç.

(13) Çÿлхуçа сут тума çĕкленчĕ — халăхсене сут тумашкăн тăрать.

(14) Çÿлхуçа Хăй халăхĕн пуçлăхĕсемпе, çулпуçĕсемпе сутлашать: эсир иçĕм пахчине пушатса хăвартăр; сирĕн килĕрсенче — чухăна çаратса пухнă тупра;

(15) Манăн халăхăма мĕнма хĕсĕрлетĕр эсир, чухăнсене мĕнма пусмăрлатăр? тет Çÿлхуçа, Саваоф Çÿлхуçа.

(16) Çÿлхуçа çапла каларĕ: Сион хĕрĕсем мăнкăмăллă пулнăшăн, пуçне каçăртса, куçĕпе илĕртсе çÿренĕшĕн, мăнаçлă утнăшăн, уринчи вăчăрисене чăнкăртаттарса пынăшăн

(17) Çÿлхуçа акă Сион хĕрĕсен лĕпкине çап-çара тăратса хăварĕ, Çÿлхуçа вĕсенĕн çамкине те çаралатĕ.

(18) – (22) Çав кун Çÿлхуçа ура суллисене,— хитре вăчăрасене,— тата хĕвел евĕрлĕ, уйăх евĕрлĕ эрешсене, хăлха алкисене, мăй çыххисене, варкăшлăхсене, пуç çых-хисене, алă суллисене, пиçиххисене, ырă шăршă тытакан кĕленчесене, тухату çаккисене, çĕрĕсемпе сăмса ункисене, çиелтен тата аялтан тăхăнмалли тумтирсене, тутăрсене, енчĕксене, тĕкĕрсене, çÿхе юпăнчăсене тата вителĕксене туртса илĕ.

(23) Вара ырă шăршă вырăнне усал шăршă пулĕ, пиçиххи вырăнне — кантра, кăтралатнă çÿç вырăнне — кукша, сарлака юпăнчă вырăнне — ансăр шăлапир тум, илем вырăнне кĕлеме пулĕ.

(24) Арçыннусем хĕçпе пĕтĕç, паттăрусем вăрçăра пĕтĕç.

(25) Ентĕ тĕп хула хапхи ахлатĕ, макăрĕ, хули çĕр çинче пуш-пушă ларса юлĕ.

4

(1) Вара çавă кун çичĕ арăм пĕр çынран çакланĕç те калĕç: «хамăр çăкăрах çийĕпĕр, хамăр тумах тăхăнса çÿрĕпĕр, пирĕн сан ятна çеç илесчĕ — намăсран хăтар пире» тейĕç.

(2) Çавă кун Çÿлхуçа хунавĕ илемлĕн те мухтавлăн килĕ, Израилĕн сыхланса юлнă ывăлĕсемшĕн çĕр çимĕçĕ чаплăн та чыслăн çитĕ.

(3) Ун чухне Иерусалимра пурăнакансенĕн кĕнекине кĕртсе çырнисене — Сион çинче юлнисене, Иерусалимра сыхланса юлнисене — сăваплисем теме тытăнĕç.

(4) Çÿлхуçа сут сывлăшĕ-хăвачĕпе, вут-çулăм сывлăшĕ-хăвачĕпе Сион хĕрĕсен ирсĕрлĕхне çуса тасатсассăн, Иерусалим хутлăхĕнчи юна тасатсассăн,

(5) Çÿлхуçа пĕтĕм Сион тăвĕ тĕлĕнче, халăх пухăвĕсем тĕлĕнче кăнтăрлахи вăхăтра пĕлĕт, çĕрле вара тĕтĕм те ялкăшакан вут-çулăм çути тытса тăрĕ: ĕнтĕ пурин те хÿтлĕх пулĕ.

(6) Кăнтăрлахи шăрăхран сыхланма, çил-тăманран, йĕпе-сапаран хÿтĕленме чатăр пулĕ.

5

(1) Хамăн Савниçĕм çинчен юрласа паратăп, ку — Савниçĕм çинчен, Унăн иçĕм пахчийĕ çинчен хывнă юрă. Савнийĕн ту тăрринче пулăхлă çĕр çинче иçĕм пахчийĕ пулнă.

(2) Вăл ун тавра карта тытса çаврăннă, пахчине чулсенчен та-сатнă, унта чи парка хунавсем лартса тухнă, пахча варрине пашне туса лартнă, иçĕм сĕткенĕ валли юхтаркăч тунă, ĕнтĕ паха çупкăмсем пиçессе вăл кĕтнĕ, анчах унта юрăхсăр çырла çеç ÿснĕ.

(3) Халĕ ĕнтĕ, Иерусалимра пурăнакансем, Иуда арĕсем, иçĕм пахчийĕпе Манăн хушшăмри тавăçа татса парăр.

(4) Хамăн иçĕм пахчийĕшĕн тата мĕн тумаллаччĕ-ши, уншăн Эпĕ мĕскер тумасăр хăвартăм-ши? Эпĕ паха çупкăмсем пиçессе кĕтнĕ чухне вăл мĕншĕн юрăхсăр çырла пачĕ-ши?

(5) Хамăн иçĕм пахчийĕпе мĕн тăвасса калатăп Эпĕ сире: унăн картине сÿтсе илетĕп те — ăна тустарса тухĕç; хÿми-сене аркатăп та — ăна таптаса пĕтерĕç.

(6) Ăна çаплах, юхăннă халлĕнех, пăрахса хăварăп: ĕнтĕ турачĕсене те иртмĕç, çĕрне те кăпкалатмĕç — ăна йĕплĕ тĕм те çумкурăкĕ пусса илĕ, ĕнтĕ пĕлĕтсене те ун çине çумăр çутарма Эпĕ чарăп.

(7) Саваоф Çÿлхуçанăн иçĕм пахчийĕ — Израиль килĕ вăл; Иуда арĕсем вара — Унăн юратса лартнă хунавĕсем. Вăл тĕрĕслĕхе кĕтнĕччĕ, акă ĕнтĕ — юн юхтарни; тÿрĕлĕхе кĕтнĕччĕ, акă ĕнтĕ — хаяррăн çухăрни.

(8) Çĕр çине пĕр сире çеç вырăнаçтарнă пек, ыттисем валли вырăн хăвармасăр çурт çумне çурт хушакансене, хир çумне хир пĕрлештерекенсене хуйхă çитĕ!

(9) Саваоф Çÿлхуçа мана каларĕ: çак çуртсен шучĕ те çук — вĕсем пушă пулĕç, капмар та илемлĕ вĕсем — унта пурăнакансем пулмĕç;

(10) иçĕм пахчинчи вунă лаптăк пĕр бат çырла парĕ, пĕр хомер акнă тырă аран-аран пĕр ефа парĕ.

(11) Иртенпех çиккер шыракансене, сĕм каç пуличченех эрехпе хĕрекенсене хуйхă çитĕ!

(12) Вĕсенĕн ĕçки-çикинче — арфа та кĕсле, тÿнкĕр те шăхличĕ, эрех таврашĕ; Çÿлхуçа ĕçĕсем çине вĕсем çаврăнса та пăхмаççĕ, Унăн аллийĕ пултарнă ĕçсем çинчен шухăшламаççĕ.

(13) Çавăншăн Манăн халăхăм кĕтмен çĕртен тыткăна кайĕ, вара улпучĕсем выçăпа касăхĕç, чухăннисем шывшăн антăхĕç.

(14) Çавна пулах çĕр тĕпĕ уçăлчĕ, çăварне виçесĕр карса пăрахрĕ: ĕнтĕ вĕсен чапĕ, вĕсен мулĕ, вĕсен шăв-шавĕ, вĕсене хаваслăх-савăнăç кÿрекенни пĕтĕмпех çавăнта анса кайĕ.

(15) Вара этем мĕскĕнленĕ, ар йăвашланĕ, мăнаçлисен çутă куçĕ те тĕксĕмленнĕ;

(16) Саваоф Çÿлхуçа вара сутра Хăйĕн аслăлăхне кăтартĕ, Святой Турă Хăйĕн сăваплăхне тÿрĕлĕхре кăтартĕ.

(17) Çынсене илсе кайнă çĕрте сурăхсем çÿрĕç, тыткăна илсе кайнисенĕн хирĕнче мĕн юлнине çисе çÿрĕç.

(18) Иĕркесĕрлĕхе хăйсен енне ултав вĕренĕпе туртакансене, çылăха урапа чĕнĕпе туртакансене хуйхă çитĕ!

(19) Вĕсем çапла калаççĕ: «васкатăр Вăл, Хăйĕн ĕçне хăвăртрах тутăр — эпир курса тăрăпăр, Израиль Святойĕ палăртса хуни çывăхартăр, пурăнăçлантăр — эпир пĕлсе тăрăпăр!» тееççĕ.

(20) Усала ырă, ыррине усал теекенсене, сĕмлĕхе çутă пек, çутта сĕмлĕх пек хапăллакансене, йÿççине пылак пек, пылаккине йÿççи пек хапăл тăвакансене хуйхă çитĕ!

(21) Хăйсене хăйсем ăсчах тесе шутлакансене, хăйсене хăйсем ăслă-тăнлă тесе шутлакансене хуйхă çитĕ!

(22) Эрех ĕçме хастар, хаяр шĕвек хатĕрлеме патвар çынсене хуйхă çитĕ:

(23) сĕревшĕн вĕсем айăплинех тÿрре кăлараççĕ, тÿрĕ пурăнаканран вара тивĕçлинех туртса илеççĕ!

(24) Çавăншăн, вут-çулăм улăма çунтарса янă пек, çулăм утта пĕтернĕ пек, вĕсен тымарĕ çĕрсе пĕтĕ, вĕсен чечекĕ тусан пек вĕçсе саланĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсем Саваоф Çÿлхуçа саккунне сивлерĕç, Израиль Святойĕн сăмахне уямарĕç.

(25) Çавăншăн Хăйĕн халăхне çилленнипе Çÿлхуçа çилли вутла хыпса илĕ, Вăл аллине ун çине тăсĕ — ăна пĕтерсе тăкĕ, вара тусем чĕтренĕç, вĕсен виллисем урамри тислĕк пек пулĕç. Унăн çилли апла та сирĕлмĕ, Унăн алли çав-çавах тăсăлса тăрĕ.

(26) Вăл аякри халăхсем валли ялав çĕклĕ, çĕр хĕрринче пурăнакана систерĕ — акă çав халăх çийĕнчех килсе çитĕ.

(27) Унăн ĕшенесси те, халсăрланасси те пулмĕ; пĕри те тĕлĕрмĕ, куç хупмĕ, пилĕкĕнчен пиçиххийĕ те салтăнмĕ, ура сыррийĕн кантрийĕ те татăлмĕ.

(28) Çĕмренĕсене шĕвĕртнĕ, уххисене туртса карăнтарнă; учĕсен чĕрнийĕ — вутчуль пек, çар урапийĕсем — çавраçил пек.

(29) Ама арăслан пек ахăрать, çамрăк арăслан пекех ÿхĕрет, мĕкĕрсе ярать те — тупăша ярса илет, сĕтĕрсе каять — ăна никам та туртса илеймест.

(30) Çавă кун вăл урса кайнă тинĕс кĕрлевĕ пек мĕкĕрсе ярĕ; çĕр çине пăхса илĕ — акă ĕнтĕ сĕмлĕх, хуйхă-суйхă, пĕлĕтсем çинчи çутă та сÿнсе ларнă.

6

(1) Озия патша вилнĕ çулхине эпĕ питех те çÿлте, çÿллĕ аслă пукан çинче ларакан Çÿлхуçана куртăм. Унăн çийĕнчи риза аркийĕн вĕçĕ пĕтĕм Турă Çуртне тултарса тăратчĕ.

(2) Унăн тавра серафимсем тăратчĕç; вĕсем кашнийĕ ултшар çунатлăччĕ: икĕ çунаттипе питне хупланăччĕ, иккĕшĕнпе урине хупланăччĕ, тата иккĕшĕнпе вĕçетчĕç.

(3) Вĕсем пĕр-пĕрне янăравлăн çапла калатчĕç: Сăваплă, Сăваплă, Сăваплă Саваоф Çÿлхуçа! пĕтĕм çĕр Унăн мухтавлăхĕпе тулнă!

(4) Вĕсен хаваслă сассипе хапха никĕсĕ чĕтĕренчĕ, Çурт тĕтĕрекен тĕтĕмпе тулса ларчĕ.

(5) Эпĕ ĕнтĕ çапла каларăм: хуйхă çитрĕ мана! пĕтрĕм эпĕ! мĕншĕн тесессĕн эпĕ таса мар чĕлхе-çăварлă этем, пурăнасса та эпĕ халăх хушшинче таса мар чĕлхе-çăварпа пурăнатăп,— куçăм вара Патшана, Саваоф Çÿлхуçана, курчĕ, терĕм.

(6) Çавăн чухне пĕр серафимĕ ман патăма вĕçсе пычĕ; унăн аллинче — çунакан кăвар, ăна вăл парне вырăнĕ çинчен хĕскĕчпе хĕстерсе илнĕччĕ.

(7) Вăл çавăнпа манăн тута-çăварăма сĕртĕнчĕ те çапла каларĕ: акă çакă санăн туту-çăварна сĕртĕнчĕ, санăн йĕркесĕрлĕхне санран уйăрнă ĕнтĕ, санăн çылăхна каçарнă, терĕ.

(8) Вара эпĕ Çÿлхуçа сассине: «Манăн кама ямалла? кам кайĕ Пирĕншĕн?» тесе каланине илтрĕм. Эпĕ: кунтах эпĕ, мана яр, терĕм.

(9) Вăл çапла каларĕ: кай та кала çав халăха: илтме илтĕр те — ăнланса илеймĕр, куçăрпа пăхса тăрăр та — кураймăр:

(10) ĕнтĕ çак халăхăн чĕрийĕ хытса ларнă, хăлхисем те аран илтеççĕ, куçĕсене хупнă, куçĕсемпе те курмаççĕ, хăлхисемпе те илтмеççĕ, чĕрисемпе те ăнкараймаççĕ, хăйсен çулне улăштараймаççĕ — сывалма пултараймаççĕ, терĕ.

(11) Эпĕ вара: чылайлăха-и, Çÿлхуçамăм? терĕм. Вăл каларĕ: хуласем пушанса, пурăнакансемсĕр тăрса юличчен, кил-çурт çынсăр тăрса юличчен, çакă çĕр пĕтĕмпех юхăнса çитиччен.

(12) Çÿлхуçа çынсене хăваласа ярĕ, çакă çĕр хăрушла хăрăнса çитĕ.

(13) Пурăнакансенчен вуннăмĕш пайĕ те пулин юлса каялла таврăнсассăн та, çĕре каллех тустарса тухĕç; анчах, касса янă хыççăн теревинфран та, юманран та тымар тăрса юлнă пек, сăваплă вăрлăх çакă çĕрĕн тымарĕ пулĕ, терĕ.

7

(1) Ахаз — Озия ывăлĕн, Иофамăн, ывăлĕ — Иудея патшинче ларнă вăхăтра Сири патшийĕ Рецин тата Израиль патшийĕ Факей, Ремалия ывăлĕ, Иерусалима хирĕç çĕкленсе тухнă; ăна çĕнсе илес тенĕ те — анчах çĕнсе илеймен.

(2) Давид килне хыпар çитернĕ: Сири çыннисем Ефрем çĕрĕнче чарăнса тăнă, тенĕ. Ĕнтĕ Ефрем чĕри тата ун халăхĕн чĕри вăрманта йывăçсем çилпе хумханнă пек пăлханса ÿкнĕ.

(3) Çÿлхуçа Исаийăна каланă: эсĕ хăвăн Шеар-ясув {«йăлкăм каялла таврăнĕ»} ывăлупа пĕрле Тури пĕве патне, шыв çулĕ пуçланакан тĕле, пир-авăр шуратмалли хир енне каякан çул çине, Ахаза хирĕç тух,

(4) ăна çапла кала: сăнасах тăр, лăпкă пул; ан хăра, çак йăсăрланакан икĕ вутпуççирен — Рецинпа Сири çыннисенчен тата Ремалия ывăлĕнчен,— вĕсен хĕрсе кайнă çиллинчен санăн чĕру ан шиклентĕр.

(5) Сири, Ефрем тата Ремалия ывăлĕ сана хирĕç каварлашса çапла калаççĕ:

(6) Иудейăна каяр, пăлхатар ăна, ярса илер, унта Тавеил ывăлне патшана лартар, теççĕ, те.

(7) Çÿлхуçа Турă вара çапла калать: ун пек пулмĕ, ун пек пулас çук:

(8) Сири пуçĕ — Дамаск, Дамаск пуçĕ — Рецин; тепĕр утмăл пилĕк çултан Ефрем халăх пулма пăрахĕ.

(9) Ефрем пуçĕ — Самари, Самари пуçĕ — Ремалия ывăлĕ. Çирĕп шанса тăмасассăн, çирĕп тытăнса тăраймăр, тет.

(10) Çÿлхуçа Ахаза тата малалла каланă:

(11) хăвăн Çÿлхуçа Туррунтан паллă кăтартма ыйт: е çĕр тĕпĕнчине, е çÿлтине кăтартма ыйт, тенĕ.

(12) Ахаз: ыйтмастăп, Çÿлхуçана сăнамастăп, тенĕ.

(13) Вара Исаия каланă: эй Давид килĕ, итлĕр-ха! çынсене чăрмантарни сахал-им сирĕншĕн, сирĕн тата манăн Туррăма та чăрмантарас килет-им?

(14) Сире Турă Хăй хăват палли кăтартĕ: акă Хĕр, йывăр çын пулса, Ывăл Ача çуратĕ, Ăна Еммануил {«Пирĕнпе Турă»} ятлă хурĕç.

(15) Усаллине сивлесе ыррине суйласа илме вĕрениччен Вăл сĕтпе те пылпа тăранса пурăнĕ.

(16) Анчах та çавă Ача усаллине сивлесе ыррине суйласа илме вĕрениччен вара сана сехĕрлентерсе тăракан икĕ патшанăн çĕрне тустарса-çаратса тухĕç.

(17) Анчах та Çÿлхуçа сан тĕле, санăн халăхун тĕлне, санăн аçун килĕ тĕлне Ефрем Иудăран уйрăлса кайнăранпа та курман-пулман кун çитерĕ, сирĕн çине Ассири патшине ярĕ.

(18) Акă мĕнле пулĕ çавă кун: Египет шывĕ вăрринчи ÿпрене тата Ассири çĕрĕнчи вĕлле хуртне Çÿлхуçа паллă парĕ те —

(19) вĕсем пурте вĕçсе килĕç, пушанса юлнă улăхсене, чуллă сăрт-ту хушшисене, мĕн-пур йĕплĕ тĕме, мĕнпур йывăçа кăшăл сырса илĕç.

(20) Çавă кун Çÿлхуçа юханшыв леш енче тара тытнă çĕçĕпе — Ассири патшипе — пуçа тата ура çинчи çăма хырса ярĕ, сухала та касса пăрахĕ.

(21) Ентĕ çавă кун çапла пулĕ: хăшĕ те хăшĕ ĕне тата икĕ сурăх тытать,

(22) çавă, сĕчĕ ытлă-çитлĕ пулнăран, хăйма çисе пурăнĕ; çак çĕр çинче тăрса юлнисем вара хăймапа та пылпа тăранса пурăнĕç.

(23) Çавă кун çапла пулĕ: пин кĕмĕллĕх пин иçĕм аврийĕ ÿснĕ кирек хăш вырăнта та кÿкенпе йĕплĕ тĕмĕ ÿсĕ.

(24) Унта çĕмренпе те ухăпа çеç çÿрĕç, мĕншĕн тесессĕн пĕтĕм çĕре талккăшĕпех кÿкенпе йĕплĕ тĕм пусса илĕ.

(25) Унччен катмакпах тасатса тухнă тусем çине пĕр тăвĕ çине те каяймастăн — кÿкенпе йĕплĕ тĕмрен хăрамалла: унта вăкăрсене хăваласа кăларĕç, унта вак выльăх-чĕрлĕх таптаса çÿрĕ, тенĕ Исаия.

8

(1) Çÿлхуçа мана каларĕ: пысăк хăма ил те ун çине каскăчпа касса этем ăнланмалла çырупа: Магер-шалал-хаш-баз {Хăвăрт çарату — хăвăрт тупăш} тесе çырса хур, терĕ.

(2) Вара эпĕ шанчăклă кÿнтеленсем пулма Урия священника тата Захарийăна — Варахия ывăлне — суйласа илтĕм.

(3) Эпĕ арăмăмпа хутшăнтăм, ĕнтĕ вăл йывăрланчĕ, ывăл çуратса пачĕ. Çÿлхуçа мана: ăна Магер-шалал-хаш-баз тесе ят хур;

(4) ача: «атте», «анне» тесе калама вĕрениччен Дамаск пурлăхĕпе Самари тупăшне Ассири патши умĕнчен çĕклесе пырĕç, терĕ.

(5) Çÿлхуçа мана тата каларĕ, акă мĕн терĕ:

(6) çак халăх лăпкă юхакан Силоам шывне хисепе хуманшăн, Рецина тата Ремалия ывăлне хапăл тунăшăн

(7) Çÿлхуçа ун çине кĕрлевлĕ кăра шыв — мухтавлă Ассири патшине — кĕртсе ярĕ; шывĕ пур юппине те капланса тулĕ, пĕтĕм çыранĕнчен тухса ейÿленĕ;

(8) Иудея тăрăх сарăлĕ, ăна путарĕ, хăпарса кайса мăй таран тулĕ; ейÿленсе, Санăн çĕрÿ хĕрринех çитĕ вăл, Еммануил!

(9) Пĕлĕр çакна, халăхсем, анчах чĕтресех тăрăр, аякри çĕрсем, пурте тăнлăр! Вăрçа хатĕрленĕр, анчах чĕтресех тăрăр; вăрçа хатĕрленĕр, анчах чĕтресех тăрăр!

(10) Кавар каварлăр — арканĕ вăл; сăмах татса хурăр — путланĕ вăл, мĕншĕн тесессĕн пирĕнпе — Турă!

(11) Çирĕп аллине ман çинче тытса, мана çак халăхăн çулĕнчен пăрăнма вĕрентсе, Çÿлхуçа мана çапла каларĕ:

(12) çак халăх кавар тесе шутланине нихăшне те кавар тесе ан калăр; вăл мĕнрен хăранинчен ан хăрăр, ан сехĕрленĕр.

(13) Саваоф Çÿлхуçана таса чунпа хисеплĕр, Унран хăрăр, Унран чĕтресе тăрăр!

(14) Вăл Израилĕн икĕ килĕшĕн те Сăвапли пулĕ, такăнтаракан чул, такăнтарса ÿкерекен чул хысакĕ пулĕ, Иерусалимра пурăнакансемшĕн вара мăйкăчпа таната пулĕ.

(15) Вĕсем чылайăшĕ такăнса ÿкĕç, аманĕç, танатара чăлханĕç, вара вĕсене ярса тытĕç.

(16) Çакна, çапла уçса панине манăн вĕренекенĕмсем умĕнчех çыхса пичет пусса хур, терĕ.

(17) Эпĕ вара Хăйĕн сăнне Иаков килĕнчен хупланă Çÿлхуçана ĕненетĕп, Ăна шанса тăратăп.

(18) Акă эпĕ, акă мана Çÿлхуçа панă ачамсем, эпир Сион тăвĕ çинче пурăнакан Саваоф Çÿлхуçа Израильре мĕн пулассине пĕлтерекен паллăсем вырăнне пулăпăр.

(19) Сире: «вилнĕ çынсене чĕнсе кăларакансемпе асамçăсем патне, пăшăлтатакансемпе мăкăртатакансем патне кайăр» тесессĕн, эсир çапла хуравлăр: халăхăн хăйĕн Турри патне каймалла мар-и? чĕррисем пирки вил-нисенчен ыйтмалла-и вара?

(20) Кирлине саккунра тата мĕн пуласса пĕлтерсе уçса панă сăмахра шырăр. Вĕсем çак сăмах вĕрентнĕ пек каламаççĕ пулсассăн, апла вĕсенче çутă çук.

(21) Вĕсем ĕнтĕ — хăрушă пусмăра лекнĕскерсем, выçăхса çитнĕскерсем — пĕр çĕртен тепĕр çĕре сĕтĕрĕнсе çÿрĕç; выçăпа касăлнăскерсем тарăхĕç, хăйсен патшипе хăйсен Туррине хурлĕç.

(22) Çÿлелле пăхĕç, çĕр çинелле пăхкалĕç; акă ĕнтĕ — хуйхă та сĕмлĕх, сĕм тĕттĕм, вĕсене ĕнтĕ сĕмлĕхе пăрахĕç. Анчах халĕ çăра сĕмлĕх тăракан вырăнта яланах тĕттĕм пулмĕ.

9

(1) Унчченхи вăхăт Завулон çĕрне, Неффалим çĕрне кĕçĕнлетсе тăчĕ; çитес вăхăт вара тинĕс çулне, Иордан леш енчи çĕршыва, суя тĕнлĕ Галилея çĕрне асла кăларĕ.

(2) Сĕмлĕхре çÿрекен халăх аслă çутă курĕ; вилĕм ĕмĕлки çĕршывĕнче пурăнакансене çутă çутатĕ.

(3) Эсĕ халăх йышне нумайлатăн, унăн телейне ÿстерĕн. Вырма вăхăтĕнче савăннă пек, тупăш валеçнĕ чухне хĕпĕртенĕ пек, вăл Санăн умунта савăнса тăрĕ:

(4) Эсĕ, Мадиан кунĕнчи пек {Гедеон мадиансене çапса салатнă кун}, ăна пусса тăнă сÿсмене, ăна тĕп туса тăнă туяна, ăна пусмăрланă пусмăрçăн патаккине çапса салатăн.

(5) Çар çыннийĕн вăрçăра вараланнă аттине, юнпа пĕвеннĕ тумтирне çунтарма пăрахĕç, вут-çулăм апачĕ тăвĕç.

(6) Мĕншĕн тесессĕн пирĕншĕн Ача çуралнă — пире Ывăл панă; Унăн хулпуç-çийĕ çинче — патшалăх; Ăна çапла ят хурĕç: Тĕлĕнтерекен, Канашçă, Хăватлă Турă, Ĕмĕрлĕх Ашшĕ, Тăнăçлăх Пуçлăхĕ {Славянла Библире ку вырăн çапла вуланать: «Пирĕншĕн Ача çуралнă, пире Ывăл панă; Унăн хулпуççийĕ çинче — Унăн патшалăхĕ, Ăна çапла ят хурĕç: Аслă Канашăн Ангелĕ, Тĕлĕнтерекен, Канашçă, Хăватлă Турă, Патша, Тăнăçлăх Пуçлăхĕ, пулас ĕмĕрĕн Ашшĕ; мĕншĕн тесессĕн пуçлăхсене тăнăçлăх, Унăн тăнăçлăхне, чĕрĕлĕхне кÿрсе тăрăп»}.

(7) Давидăн аслă пуканне, унăн пат-шалăхне паян кунран пуçласа ĕмĕрлĕхе тÿрĕ сутпа, тĕрĕслĕхпе тĕреклĕлетмешкĕн, çирĕплетмешкĕн Унăн хăватлăхĕн, Унăн тăнăçлăхĕн чикки те пулас çук. Саваоф Çÿлхуçа тимлени, тăрăшни тăвать çакна.

(9) Пĕтĕм халăх пĕлтĕр тесе, Ефрем тата Самари çыннисем пĕлччĕр тесе, Çÿл-хуçа Иакова хирĕç калать, сăмахĕ Израиль çине анать; çав халăхсем мăнаçлăн, мухтанса калаççĕ:

(10) «кирпĕчсем тухса ÿкнĕ-и — якатнă чулран тăвăпăр, сикомор йывăçне касса тăкнă-и — вĕсене кедрпа ылмаштарăпăр».

(11) Çÿлхуçа вĕсене хирĕç Рецин тăшманĕсене çĕклĕ, унăн тăшманĕсене вăрçă кăралĕпе тивĕçтерĕ:

(12) тухăçран Сири халăхне, анăçран Филисти халăхне çĕклĕ, Израиле вĕсем çăвар туллин çийĕç. Унăн çилли пĕрех иртсе каймĕ, Унăн алли çав-çавах тăсăлса тăрать.

(13) Анчах халăх хăйне Хĕнекен енне çаврăнмасть, Саваофран пулăшу ыйтмасть.

(14) Ĕнтĕ Çÿлхуçа Израилĕн пуçĕпе хÿрине, пальмăпа хăмăша пĕр кун хушшинчех касса пăрахĕ:

(15) ватă çын, чаплă çын вăл — пуçĕ; суя пророк — хÿрийĕ.

(16) Çак халăха çулпуçĕсем улталаса аташтарĕç, вĕсем ертсе çÿренисем тĕп пулĕç.

(17) Çавăнпа Çÿлхуçа вĕсен яш ачисене те хапăлламĕ, тăлăх ачисемпе тăлăх арăмĕсене те хĕрхенмĕ: вĕсем пурте — икĕ питлĕ, усал, вĕсем пурте ултавлă калаçаççĕ. Унăн çилли пĕрех иртсе каймĕ, Унăн алли çав-çавах тăсăлса тăрать.

(18) Ĕнтĕ усал ĕç вут-çулăм пекех — кÿкенпе йĕплĕ тĕме хыпса илнĕ, тĕтĕм мăкăрлантарса чăтлăх вăрманта ялкăшакан вут-çулăм пекех — алхасать.

(19) Саваоф Çÿлхуçа хаярлăхĕ çĕре вĕтелĕ-çунтарĕ, халăх вут-çулăмăн апачĕ пек пулĕ; этем хăйĕн пĕр-тăванне те хĕрхенмĕ.

(20) Сылтăм енчисене касĕç — пурпĕр тăранаймĕç; сулахай енчисене çийĕç — тутă пулаймĕç; кашнийĕ хăй вăрлăхĕн ÿтне çиме пуçлĕ;

(21) Манассия — Ефрема, Ефремĕ Манассияна çийĕ, иккĕшĕ пĕрле Иудăна çийĕç. Унăн çилли пĕрех иртсе каймĕ, Унăн алли çав-çавах тăсăлса тăрать.

10

(1) – (2) Чухăнсене тÿрĕ сутран пăрса ямашкăн, Ман халăхăм хушшинчи мĕскĕнсен ирĕклĕхне-тивĕçлĕхне туртса илмешкĕн, тăлăх арăмсене хăйсен тупăшĕ тумашкăн, тăлăх ачасене çаратмашкăн тĕрĕс мар саккун йышăнакансене, хаяр йĕрке çыракансене хуйхă çитĕ.

(3) Килсе пăхас кун çитсессĕн, пĕтмелли самант аякран килсессĕн мĕн тăвăр-ши эсир? Пулăшу ыйтма кам патне кайăр-ши? Мулăра ăçта хăварăр-ши?

(4) Вĕсем Мансăр касмăкрисем хушшинче асапланĕç, вилнисем хушшине тăкăнĕç. Унăн çилли пĕрех иртсе каймĕ, Унăн алли çав-çавах тăсăлса тăрать.

(5) Ассура хуйхă çитĕ! Ман çиллĕмĕн туйи эсĕ! Санăн аллăнта — Ман ылханă-мăн чукмарĕ!

(6) Эпĕ ăна йĕркесĕр халăха хирĕç, çиллĕм ÿкнĕ халăха хирĕç ярăп — çаратмаллипех çаратма, тупăш тупма, ăна урамри пылчăк пек таптама хушса ярăп.

(7) Анчах Ассур апла шухăшламĕ, чĕри те апла çеç ĕмĕтленмĕ; ун чĕринче пĕр çакă — халăхсене тустарасси те аркатасси.

(8) Вăл акă мĕнле калĕ: «манăн улпутăмсем пурте патша мар-и-ха?

(9) Халне вăл Кархемиспа пĕр мар-им? Емаф вăл Арпадпа пĕр мар-им? Самари вăл Дамаскпа пĕр мар-им?

(10) Манăн аллăм йĕрĕхсен патшалăхĕсене ярса илчĕ, пуççапмалли кĕлеткесем унта Иерусалимра, Самарире пулнинчен те ытларахчĕ,

(11) апла Самарипе унăн йĕрĕхĕсене мĕн турăм, Иерусалимпа унăн йĕрĕхĕсене те çаплах тумастăп-им?» тейĕ.

(12) Çÿлхуçа Хăйĕн пĕтĕм ĕçне Сион тăвĕ çинче тата Иерусалимра вĕçлесен вара çапла пулĕ, калĕ Вăл: Ассири патшийĕн мăнаçлă чĕри тунă çитĕнÿ çине, вăл епле каçăрăлса тăни çине пăхăп.

(13) Ассири патши çапла калать: «çакна эпĕ хам аллăмăн хăвачĕпе, хамăн тăнăмпа турăм, мĕншĕн тесессĕн эпĕ ăслă: эпĕ халăхсен чиккисене куçаратăп, вĕсен хаклă мулне çарататăп, улăп пек, патшасене сирпĕтетĕп;

(14) манăн аллăм халăхсен пурлăхне йăвасене ярса илнĕ пек ярса илчĕ; йăвара хăварнă çăмартасене мĕнле пуçтараççĕ, пĕтĕм çĕре эпĕ çапла туртса илтĕм, ни-кам та çунаттине хускатаймарĕ, çăварне уçмарĕ, сас та памарĕ».

(15) Пуртă ĕнтĕ пуртăпа касакан умĕнче мухтанĕ-и? Пăчкă ĕнтĕ пăчкăпа татакан умĕнче мăнаçланĕ-и? Туя хăйне çĕклекене хирĕç тăраять-и? Патак хăйне тытса тăраканĕн аллине хускатаять-и?

(16) Çÿлхуçа, Саваоф Çÿлхуçа, çавăншăн самăррисем çине нишлĕх ярĕ, унăн чаплă çыннисем хушшинче, вут çулăмĕ пек, çулăм тивертсе ярĕ.

(17) Израиль Çутийĕ вут-кăвар пулĕ, унăн Святойĕ çулăм пулĕ — унăн йĕплĕ тĕмĕпе çумкурăкне пĕр кун хушшинчех çунтарса-çăтса ярĕ;

(18) унăн мухтавлă вăрманĕпе йывăç пахчине ÿте, пурăнăçа пĕтернĕ пек пĕтерĕ; вара вăл хăрса кайса вилекен пекех пулĕ.

(19) Вăрманĕнчи йывăçсем сайра пĕрре тăрса юлĕç, вĕсене пĕчĕк ача та шутласа тухайĕ.

(20) Çавă кун çапла пулĕ: Израиль йăлкăмĕ тата Иаков килĕнчен çăлăнса юлнисем ĕнтĕ хăйсене аркатса тăкнăскере шанма пăрахĕç, вĕсем пĕтĕм таса чунран Çÿлхуçана çеç, Израилĕн Святойне çеç, шанса тăрĕç.

(21) Йăлкăм каялла таврăнĕ, Иаков йăлкăмĕ хăватлă Турă енне çаврăнĕ.

(22) Израиль, санăн халăху тинĕсри хăйăр пĕрчи чухлĕ пулсассăн та, каялла йăлкăму çеç таврăнĕ; пĕтме тивĕçлине иксĕлми чăнлăхпа пĕтерме палăртнă:

(23) пĕтме палăртнине Çÿлхуçа, Саваоф Çÿлхуçа, пĕтĕм çĕр çинче пĕтерсе тухĕ.

(24) Çавăнпа та Çÿлхуçа, Саваоф Çÿлхуçа, çапла калать: Сион çинче пурăнакан халăхăм! Ассуртан ан хăра. Вăл сана туяпа амантĕ, Египет пек, сан çине патаккине çĕклĕ.

(25) Тата кăшт çеç, кăшт кăна юлчĕ — вара Манăн çиллĕм иртсе кайĕ, Манăн хаярлăхăм вĕсене пĕтерме çаврăнĕ.

(26) Вара, Орив чакăл тăвĕ патĕнче Мадиана пĕтернĕ пек, Саваоф Çÿлхуçа ун çине пушшине çĕклĕ е туйине — тинĕс çийĕн тăснă пек, Египет çине çĕкленĕ пек — çĕклĕ.

(27) Çавă кун акă мĕнле пулĕ: унăн йывăр çĕклемĕ санăн хулпуççийÿ çинчен, унăн сÿсменĕ санăн мăю çинчен хывăнса ÿкĕ; самăр ÿтрен сÿсмен хăйпăнса ÿкĕ.

(28) Ассур ĕнтĕ Аиаф хули çине кайĕ, Мигронран иртĕ, сых ятне хатĕрленине Михмасра пуçтарса хурĕ.

(29) Ту хушшисемпе иртĕç; Гевăра çĕр каçĕç; Рама чĕтрет; Гива, Саул хули, тарса пытаннă.

(30) Эй Галим хĕрĕ, кăшкăрсах макăр: сана Лаис та, мĕскĕн Анафоф та илттĕр!

(31) Мадмена çыннисем тарса пытаннă, Гевим халăхĕ тухса кайма васкать.

(32) Вăл тата пĕр кун Нов хулинче тăрĕ. Аллипе Сион тăвне, Иерусалим сăртне хăратса юнĕ.

(33) Акă Çÿлхуçа, Саваоф Çÿлхуçа, йывăç тураттисене хăрушла вăйпа татса ывăтать — çÿллĕшĕпе мухтанакансене касса пăрахĕç, çÿллисене çĕре йăвантарĕç.

(34) Вăрман чăтлăхне тимĕрпе вакласа тухĕ, Пурне те Пултаракан çапла Ливана пĕтерĕ.

11

(1) Вара Иессей тымарĕнчен хунав тухĕ, унăн тымарĕнчен турат ÿссе çитĕнĕ.

(2) Ун çинче Çÿлхуçа Сывлăшĕ, ăслăлăхпа ăс-хакăл сывлăшĕ, ăнланупа хăватлăх сывлăшĕ, пĕлÿпе тасалăх сывлăшĕ тăрĕ;

(3) Çÿлхуçана хисеплесси Унăн савăнăçĕ пулĕ, Вăл куçĕ мĕн курнипе сут тумĕ, хăлхи мĕн илтнипе татса памĕ ĕçе.

(4) Мĕскĕнсене Вăл тÿррипе сут тăвĕ, çĕр çинче асапланакансен ĕçĕсене тĕрĕс татса парĕ; çĕре Хăй сăмахĕн туйипеле пĕтерĕ, йĕркесĕр çынсене Хăйĕн сăмахĕ-пе вĕлерĕ.

(5) Пилĕкне тÿрĕлĕх çыхĕ, пилĕкне Вăл чăнлăх çыхĕ.

(6) Ун чухне кашкăр путекпе пĕрле пурăнĕ, барс качака путеккипе пĕрле канса выртĕ; ĕнтĕ пăру та, çамрăк арăслан та, вăкăр та пĕрле çÿрĕç, вĕсене пĕчĕк ача кĕтсе çÿрĕ.

(7) Ĕне те упа амипе çисе çÿрĕ, вĕсен пăрăвĕ-çурийĕсем пĕрле выртса канĕç; арăслан, вăкăр пек, улăм çийĕ.

(8) Пĕчĕк ача аспид йăви çинчех выляса ларĕ, аллине вăл çĕлен йăвинех чикĕ.

(9) Манăн сăваплă тăвăм çинче усаллине те, сиенлине те тумĕç, мĕншĕн тесессĕн, шывсем тинĕсе тултарса тăнă евĕр, пĕтĕм çĕр Çÿлхуçана туллин пĕлсе çитĕ.

(10) Çавă кун акă епле пулĕ: халăхсемшĕн ялав пек пулакан Иессей тымарĕ патне суя тĕнлисем килĕç — вара çав вырăн мухтавлă пулĕ.

(11) Çавă кун акă епле пулĕ: Хăй халăхĕн йăлкăмне — Ассур патĕнче, Египетра, Патросра, Хус патĕнче, Елам патĕнче, Сеннаарта, Емафра тата тинĕс утравĕсем çинче тăрса юлнисене — Хăй патне тавăрмашкăн Çÿлхуçа каллех аллине тăсĕ.

(12) Вара суя тĕнлисем валли ялав çĕклĕ, çĕрĕн тăватă хĕрринчен Израилĕн хăваласа янă çыннисене пуçтарĕ, сапаласа янă иудейсене чĕнсе илĕ.

(13) Ефрем кĕвĕçме пăрахĕ, Иудăна хирĕç тăракансене пĕтерĕç. Ефрем текех Иудăна ăмсанмĕ, Иуда та Ефрема хĕсĕрлемĕ.

(14) Вара анăç енне филистимсен хулпуççийĕ çине вĕçсе анĕç, тухăç ачисене пурне те çаратса тухĕç; Эдом çине, Моав çине алă хурĕç, Аммон ачисем вĕсене пăхăнса тăракан пулĕç.

(15) Çÿлхуçа ĕнтĕ Египет тинĕсне, çав тинĕс аврине, типĕтсе ярĕ, çавраçил вĕртерсе, аллине юханшыв çине тăсĕ те ăна çичĕ юппа пайласа ярĕ, çапла вара ун урлă ура сыррипех каçма пулĕ.

(16) Египет çĕрĕнчен тухнă чухне, Израильшĕн çул уçăлнă евĕр, Унăн Ассур патĕнче юлнă йăлкăмĕшĕн те аслă çул уçăлĕ.

12

(1) Çавă кун калăн эсĕ: эй Çÿлхуçамăм, мухтатăп Сана! Эсĕ мана çиллентĕн, анчах çиллÿне сиртĕн те — мана лăплантартăн.

(2) Акă Турă -— манăн çăлăнăçăм: Ăна шанатăп та — хăрамастăп; Çÿлхуçа — манăн вăй-хăватăм, юрласса та Çÿлхуçана мухтаса юрлатăп — Вăл маншăн çăлăнăç пулчĕ.

(3) Ун чухне савăнса çăлăнăç çăлкуçĕсенчен шыв ăсатăр,

(4) çавă кун калатăр вара: Çÿлхуçана мухтавлăр, Унăн ятне асăнăр; Унăн ĕçĕсене халăхсем хушшинче пĕлтерĕр; Унăн ячĕ аслă ят пулнине астутарсах тăрăр;

(5) Çÿлхуçана мухтаса юрлăр: Вăл виçесĕр аслă ĕç тунă,— çакна пĕтĕм çĕр пĕлсе тăтăр.

(6) Эй Сион халăхĕ, савăн та хĕпĕрте: сирĕн хушшăрта Израиль Святойĕ аслăран та аслă.

13

(1) Вавилонпа мĕн пуласси çинчен Амос ывăлĕ Исаия пророкла каласа пĕлтерни.

(2) Уçă сăрт çинче ялав çĕклĕр, сассăра вăйлатăр; вĕсене алăпа сулăр — мăнаçлисенĕн хапхи енне утчăр.

(3) Эпĕ Хам суйласа илнĕскерсене хушрăм, Хамăн çиллĕме пурăнăçламашкăн чи паттăррисене, Эпĕ мĕн хушнине савăнсах тăвакансене, чĕнсе илтĕм.

(4) Тусем çинче — шăв-шав: йышлă халăх шавланă пекех, пĕрле пухăннă патшалăхсен, пĕрле пухăннă халăхсен пăлхавлă шавĕ: Саваоф Çÿлхуçа вăрçа хатĕр çарсене тĕрĕслет.

(5) Пĕтĕм çĕре аркатмашкăн Çÿлхуçапа Ун çиллийĕн кăралĕ инçетри çĕршывран, тĕнче хĕрринченех, килеççĕ.

(6) Кăшкăрсах йĕрĕр — Çÿлхуçа кунĕ çывăхрах, Пурне те Пултараканăн аркатакан хăвачĕ пекех килет вăл.

(7) Çавна пула пурин те алли усăннă, кашни этемĕн чĕри ирĕлсе кайнă.

(8) Сехĕрленсе ÿкрĕç, шăнăр туртнипе, ыратнипе хутланса ларчĕç; çуратакан арăм пекех асапланаççĕ, пĕр-пĕрин çине тĕлĕнсе пăхаççĕ, пичĕ-куçĕ çунса тăрать.

(9) Акă çĕртен пушхир тумашкăн, ун çинчен çылăхлă çыннисене пĕтермешкĕн хаяр та вут-çулăмла çунакан çиллипе Çÿлхуçанăн хăрушă кунĕ килет.

(10) Тÿпери çăлтăрсемпе çутăсем текех çутатмаççĕ; хĕвел те тухнă чухнех тĕттĕмленет, уйăх та хăйĕн çутипе ялкăшмасть.

(11) Тĕнчене Эпĕ усаллăхĕшĕн, çылăхлисене йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн хаса парăп, мăнкăмăллисем ăсчахланнине, хĕсĕрлекенсем мăнаçланнине чарса лартăп;

(12) çынсене таса ылтăнран та хаклăрах, арсене Офир ылтăнĕнчен те хаклăрах пулмалла тăвăп.

(13) Çавăнпах ĕнтĕ тÿпене тытса силлĕп, вара Саваоф Çÿлхуçа хаярлăхне пула Унăн çунса тăракан çилли çитнĕ кун çĕр хăйĕн вырăнĕнчен хускалĕ.

(14) Вара кирек кам та, шуйханнă ту качаки пек, пăрахса хăварнă сурăхсем пек, хăй халăхĕ енне çаврăнĕ, кирек кам та хăйĕн çĕрне чупса кайĕ.

(15) Анчах кама тытĕç — çавна чиксе пăрахĕç, кама ярса илĕç — çавна хĕç айне тăвĕç.

(16) Кăкăр ачисене вĕсен куçĕ умĕнчех çапса салатĕç; килĕ-çурчĕсене çаратса-тустарса тухĕç, вĕсен арăмĕсене мăшкăлласа пусмăрлĕç.

(17) Акă вĕсене хирĕç Эпĕ Миди çыннисене çĕклĕп, вĕсем кĕмĕле хакламаççĕ, ылтăншăн хыпса çунмаççĕ.

(18) Вĕсен уххисем çамрăксене пĕтерĕç, варти тĕвве те шеллесе тăмĕç: вĕсен куçĕ ача-пăчана та хĕрхенмĕ.

(19) Ĕнтĕ Çÿлхуçа Вавилона — патшалăхсен илемне, халдейсен мăнаçлăхне — Содомпа Гоморрăна пĕтернĕ пек пĕтерĕ,

(20) унта нихăçан та пурăнма вырăнаçмĕç, йăхран йăхах пурăнакан пулмĕ унта; Арави çынни унта хăйĕн чатăрне караймĕ, кĕтÿçĕсем те унта хăйсен кĕтĕвĕпе канаймĕç.

(21) Пушхир кайăкĕсем çеç пурăнĕç унта, çурчĕсене ÿхĕ-тăмана сăрăнĕ; страуссем пырса иленĕç унта, çăмламассисем сиккелесе çÿрĕç унта.

(22) Вĕсен керменĕсенче шаккалсем, пашнисенче гиенăсем ÿлĕç.

14

(1) Унăн вăхăчĕ çывăх, унăн кунĕсем вăрах кĕттермĕç, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Иакова хĕрхенĕ, Израиле каллех кăмăл курĕ; вĕсене хăйсен çĕрнех вырăнаçтарĕ, вара ют çĕр çыннисем вĕсемпе пĕрлешĕç, Иаков килĕ çумне çыпăçăнĕç.

(2) Халăхсем вĕсене хăйсем пурăннă вырăна каялла илсе килĕç, Израиль килĕ вара вĕсене Çÿлхуçа çĕрĕ çинче хăй валли арçын чурасемпе хĕрарăм чурасем тăвĕ, хăйне тыткăна илсе кайнисенех тыткăна илĕ, хăйне хĕсĕрлесе пурăннийĕсен хуçи пулса тăрĕ.

(3) Çавă кун акă епле пулĕ: Çÿлхуçа хăвна хĕн-асапран, сехĕрленÿрен, йывăр чуралăхран хăтарсассăн,

(4) эсĕ Вавилон патши парăннă хыççăн çĕнтерÿ юрри юрласа çапла калăн: асаплантараканни пĕтрĕ те — вăрă-хурах тăвасси те пĕтрĕ!

(5) – (6) Халăхсене хаяррăн, тарса хăтăлмалла мар асаплантарнă, йăх-ăрусене кăра çилĕпе хĕсĕрлесе тытса тăнă йĕркесĕр çынсен патаккисене, патшасен туйисене Çÿлхуçа тĕппипе аркатрĕ.

(7) Пĕтĕм çĕр канать, канăçланать, савăнăçлăн кăшкăра-кăшкăра илет;

(8) кипариссем те эсĕ пĕтнишĕн хĕпĕртеççĕ, кедрĕсем те: «эсĕ çывăрса кайрăн та, халь пире никам та касмасть» тесе савăнаççĕ.

(9) Саншăн, сана кĕтсе илмешкĕн çĕр тĕпĕнчи тамăк та хускалчĕ; саншăнах рефаимсене, çĕрĕн мĕнпур çулпуçне вăратрĕ; суя тĕнлĕ халăхсен мĕнпур патшине аслă пуканĕсем çинчен тăратрĕ.

(10) Вĕсем ĕнтĕ çапла калĕç сана: эсĕ те пирĕн пекех халсăрлантăн! эсĕ те пирешкелех пулса кайрăн!

(11) Санăн мăнаçлăхна пĕтĕм шăв-шавупа пĕрле çĕр тĕпне пăрахнă; сан выртан вырăну айĕнче — хурт, санăн вителĕкÿ те — хурт.

(12) Шуçăм ывăлĕ, шурăмпуç çăлтăрĕ, тÿперен епле ÿкнĕ эсĕ! халăхсене таптаса тăнăскерĕ, çĕре ÿксе çапăннă.

(13) Хăвăн ăшăнта ĕмĕтленеттĕн: «тÿпене улăхăп, хамăн аслă пуканăма Турă çăлтăрĕсенчен те çÿлерех лартса хурăп, çурçĕр хĕрринче, ту çинче, йышлă турă хушшине эпĕ ларăп;

(14) пĕлĕтсен çÿллĕшне улăхăп, Çÿлти Турă пекех пулăп» тееттĕн.

(15) Анчах сана тамăка, тĕпсĕр çĕр шăтăкнех, пăрахнă.

(16) – (17) Сана куракансем сана тĕсесех пăхаççĕ, сан çинчен çапла шухăшлаççĕ: «çĕре чĕтретнĕ, патшалăхсене кисретнĕ, тĕнчене пушхире кăларнă, унăн хулисене аркатнă, тыткăнри çыннисене киле яман этем çакă-ши вăл?» тееççĕ.

(18) Халăхсен патшисене пурне те хисеплĕн пытарнă, кирек хăшĕ те хăйĕн тупăклăхĕнче выртать;

(19) эсĕ вара тупăклăху тулашĕнче юрăхсăр турат пек, хĕçпе касса пăрахнă çыннăн тумтирĕ пек выртатăн, эсĕ ĕнтĕ — ура айĕнчи виле — хисеплĕн чул тупăклăха пытарнăскерсемпе пĕрле пулаймăн,

(20) вĕсемпе çăва çинче пĕрлешеймĕн, мĕншĕн тесессĕн эсĕ хăвăн çĕрне тĕп тунă, хăвăн халăхна вĕлернĕ: усал çынсен вăрлăхĕ ĕмĕрĕпех асра пулмĕ.

(21) Ашшĕн усал ĕçĕсемшĕн унăн ывăлĕсене вĕлерме хатĕрленĕр — ан çĕкленейччĕр вĕсем, çĕре çавăрса ан илччĕр, тĕнчене хăйсен хулисене лартса ан тултарччăр.

(22) Акă вĕсем çине çĕкленĕп те, тет Саваоф Çÿлхуçа, Вавилон ятне те, йăлкăмне те — ывăлĕпе мăнукне те — тĕп тăвăп, тет Çÿлхуçа.

(23) Ăна чĕрĕпсен çĕрĕ тăвăп, шурлăх тăвăп, ăна тĕппипех пĕтерекен шăпăрпа шăлса ывăтăп, тет Саваоф Çÿлхуçа.

(24) – (25) Саваоф Çÿлхуçа тупа тусах калать: Ассура Хамăн çĕрĕм çинче çапса салатас тесе, ăна Хамăн тăвăм çинче тап-таса тăкас тесе Эпĕ мĕнле шутланă — çаплах пулĕ; Эпĕ мĕнле палăртнă — çаплах килсе тухĕ; унăн сÿсменĕ Израиль çинчен хывăнĕ, вĕсен хулпуççийĕ çинчен унăн йывăрлăхĕ сирĕлĕ.

(26) Пĕтĕм çĕр пирки çапла палăртса хунă, акă пур халăхсем çине тăсса хунă алă:

(27) Саваоф Çÿлхуçа çапла палăртса хунă — ăна кам пăрахăçлама пултарĕ? аллине тăсса тăрать Вăл — ăна кам сирсе ярĕ?

(28) Ахаз патша вилнĕ çулхине çапла пророкла каланă сăмах пулнă:

(29) хăвна пĕтерсех тăнă туя хуçăлнăшăн, Филисти çĕрĕ, ан хĕпĕрте: çĕлен тымарĕнчен аспид тухĕ, аспид ăшĕнчен вĕçекен аçтаха тухĕ.

(30) Çавăн чухне сĕм чухăна та тăрантарĕç, кĕлмĕçсем шанчăклă çĕрте канлĕ тăрĕç; санăн тымарна вара выçăпа антăхтарăп, вăл санăн йăлкăмна тĕп тăвĕ.

(31) Эй хапхасем, ĕсĕклесех макăрăр! эй хула, кăшкăрсах ÿле! Эй Филисти çĕрĕ, эсĕ пĕтĕмпех сапаланса кайăн: çурçĕртен тĕтĕм ки-лет, вĕсен эшкерĕнче юлса пыраканнийĕ çук.

(32) Ĕнтĕ халăх хыпарçийĕсем мĕн калĕç? Вĕсем Çÿлхуçа Сиона тĕреклĕлетни-не, унта Ун халăхĕ хушшинчи мĕскĕнсем те хÿтлĕх тупассине пĕлтерĕç.

15

(1) Моавпа мĕн пуласси çинчен пророкла калани. — Çапла! Ар-Моава çĕрле тустарса тухĕç, тĕппипе аркатса тăкĕç; çапла! Кир-Моава çĕрле тустарса тухĕç, тĕппипе аркатса тăкĕç!

(2) Татăлса йĕмешкĕн Дивон çыннисем тÿпем вырăнсене хăпарĕç; Моав ĕнтĕ Невошăн, Медевăшăн хурланса йĕрет; вĕсем пурте çÿçне касса янă, пурте сухалне хыртарнă.

(3) Урамĕсенче хуйхă тумĕпе çÿреççĕ; çурт тăррисенче, халăх пухăнакан вырăнсенче пурте йĕреççĕ, ĕсĕклеççĕ, пурте куççуль айĕнче.

(4) Есевон та, Елеала та кăшкăрсах макăрать: вĕсен сассийĕ Иааца таранах илтĕнет; ĕнтĕ Моавăн çар çыннийĕсем те йĕреççĕ; чĕтрет унăн чунĕ.

(5) Манăн чĕрем Моавшăн ĕсĕклет; ун çĕрĕнчен Сигор патне, виççĕмĕш Эгла патне çитиех тараççĕ; Лухит çине йĕрсе улăхаççĕ; Хоронаим çулĕпе пынă чух асар-писер кăшкăраççĕ,

(6) мĕншĕн тесессĕн Нимрим çăлкуçĕсем типсе ларнă, улăхсем хăрăннă, курăк ĕнсе кайнă, ешĕлÿсен курăнмасть.

(7) Çавăнпа юлашки пурлăхне, мĕн упраса хăварнине вĕсем Хăва шывĕн леш енне куçараççĕ.

(8) Ĕнтĕ пĕтĕм Моав çĕрĕнче кăшкăрса йĕни Эглаима çити, Беэр-Елима çити илтĕнсе тăрать.

(9) Димон шывĕсем юнпа тулнă, Эпĕ вара Димон çине çĕнĕ инкек — Моавран тарса ÿкнисем тĕлне, çак çĕршывра чĕрĕ юлнисем тĕлне арăслан — ярăп.

16

(1) Пушхирти Селăран çĕрĕн хуçине Сион хĕрĕн тăвĕ çине путексем ярса парăр;

(2) ĕнтĕ Арнон кĕре каççи хĕрринче Моав хĕрĕсем йăвинчен кăларса ывăтнăран аташса çÿрекен кайăк евĕрлĕ пулĕç.

(3) «Канаш пух, мĕн тумаллине палăрт: кăнтăр варринче, çĕрлехи пек, хăвăн сулхăнупа витсе тăр пире, хăваласа янисене хÿтĕле, шуйханса çÿрекенсене тытса кайма ан пар.

(4) Хăваласа янă çыннăмсем, моавсем, сан патăнта пурăнччăр; вĕсене вăрă-хурах тапăнасран хÿтĕле: пусмăрлакан пулмĕ, çаратассийĕ пĕтĕ, хĕсĕрлекенсем çĕр çинчен çухалĕç.

(5) Хĕрхенÿллĕ пулсассăн аслă пукан çирĕпленĕ, ун çинче, Давид чатăрĕнче, чăнлăха шыракан, тĕрĕс сут тăвакан тÿре ларĕ».

(6) «Эпир Моав мăнкăмăллăхĕ çинчен, виçесĕр мăнкăмăллăхĕ çинчен, илтнĕ, унăн мăнаçлăхĕ, каппайлăхĕ, чарусăр тискерлĕхĕ çинчен эпир илтнĕ: унăн сăмахĕ — каппайчăк сăмах».

(7) Çавăнпа Моав Моавшăн кăшкăрса йĕрсе ярĕ, ĕнтĕ пурте ĕсĕклĕç; Кир-Харесетри керемсемшĕн кулянăр: вĕсене тĕппипе аркатнă.

(8) Есевон хирĕсем, çавăн пекех Севамри иçĕм пахчисем те çаралчĕç; халăхсен пуçлăхĕсем унти чи лайăх хунавсене пĕтерчĕç, çав хунавсем Иазер патнех çитетчĕç, пушхир тăрăх сарăлса пыратчĕç; хунавĕсем ĕрчевлĕччĕ, тинĕс леш еннех каçатчĕç.

(9) Çавăнпа та Севам сапакишĕн эпĕ те йĕрĕп, Иазер хÿхленĕ пекех татăлса йĕрĕп; Есевон тата Елеала, сирĕншĕн эпĕ куççуль юхтарăп: ĕнтĕ иçĕм çырли пуçтарнă чухне, ĕççи вăхăтĕнче савăнăçлă шăв-шав илтĕнмест.

(10) Тулăх çĕр çинчен савăнăçпа хаваслăх çухалчĕ, иçĕм пахчисенче юрламаççĕ, хĕпĕртемеççĕ; иçĕм ÿстерекенĕ юхтаркăчра иçĕм çырли таптамасть: Эпĕ савăнăçа чарса лартрăм.

(11) Çавна пула ăшăм-чиккĕм Моавшăн кĕсле пек хурланса йĕрет, чĕрем Кир-Харесетшĕн йынăшать.

(12) Моав тÿпем вырăнсене таврăнса, унта мĕн ĕшениччен йăлăнсассăн та, хăйĕн туррисене кĕлтусассăн та, нимĕн те пулăшаймĕ.

(13) Ку ĕнтĕ Çÿлхуçа Моав çинчен авалах каланă сăмах.

(14) Халĕ вара Çÿлхуçа çапла калать: тепĕр виçĕ çултан,— çулĕсене тара кĕрĕшнĕ çын пек шутласассăн,— Моавăн аслăлăхĕ мĕнпур шутсăр йышлă халăхĕпе пĕрле намăса тăрса юлĕ, чĕрĕ юлнисем питĕ сахал пулĕç, тет.

17

(1) Дамаскпа мĕн пуласси çинчен пророкла калани. — Акă Дамаска хуласен шутĕнчен кăлараççĕ, вăл ишĕлчĕк купи пулса юлать.

(2) Ароер хулисене пăрахса кайĕç — кĕтÿсем валли тăрса юлĕç, вĕсем унта канĕç, вĕсене хăратакан та пулмĕ.

(3) Ефрем тĕрекĕ путланĕ, Дамаск текех пуç хула пулаймĕ, Сири халăхĕнчен йăлкăмĕ çеç юлĕ, Израиль ывăлĕсен мухтавне мĕн çитнĕ, вĕсене те çавă çитĕ, тет Саваоф Çÿлхуçа.

(4) Çавă кун акă епле пулĕ: Иаковăн мухтавĕ кĕçĕне юлĕ, унăн самăр ÿчĕ ырханланĕ.

(5) Выраканĕ тырра пухнă хыççăн, унăн аллийĕ пучахсене вырса илнĕ хыççăн, Рефаим айлăмĕнче пучахсене пухса кĕртнĕ хыççăн мĕнле пулать — шăп çавăн пек пулĕ.

(6) Çу йывăçĕн çимĕçне пухнă чухне чи çÿлте икĕ-виçĕ çырла юлнă пек е тулăхлă турат çинче тăваттă-пиллĕк юлнă пек тăрса юлĕç вĕсем, тет Çÿлхуçа, Израиль Туррийĕ.

(7) Çавă кун этем хăйне Пултараканĕ енне çаврăнĕ, унăн куçĕсем тимлесех Из-раиль Святойĕ енне пăхма пуçлĕç;

(8) чÿк парнийĕн вырăнĕсем çине, хăй алли тунă ĕç çине, пăхмĕç; хăй пÿрнисем ăсталанă Астартăпа Ваал кĕлеткисем çине те çаврăнса пăхмĕç.

(9) Аморрейсемпе гевитсем Израиль ывăлĕсенчен тарнă чухне [хăйсен хулисене] пăрахса хăварнă пек, çавă кун эсир хăвăр хулăрсене пăрахса хăваратăр, вара çав хуласене тустарса-çаратса тухĕç.

(10) Мĕншĕн тесессĕн эсĕ хăвна çăлакан Турра мантăн, хăвна хÿтлĕх паракан чул хысакне аса илмерĕн; çавна пулах чÿк сачĕсем лартса çитĕнтертĕн, ют хунав лартса тултартăн.

(11) Хăв акнă-лартнă кун мĕн лартнийĕ ÿстĕрччĕ, мĕн акнийĕ иртерех чечеке лартăрччĕ тесе тăрăшрăн; анчах пухса кĕртмелли кун çитсессĕн çимĕç купи мар, йывăр хуйхă пулĕ.

(12) Ах, ку — тĕрлĕ халăхсен шăв-шавĕ! шавлаççĕ вĕсем, тинĕс пекех шавлаççĕ. Ăрусен кĕрлевĕ! кĕрлеççĕ вĕсем, хăватлă шывсем пекех кĕрлеççĕ.

(13) Халăхсем кĕрлеççĕ, хăватлă шывсем пекех кĕрлеççĕ; анчах та Вăл юнаса илчĕ те — вĕсем аякка тарчĕç, тусем çийĕн çил вĕçтерекен тусан пек, çавраçил хăвалакан тусан пек пулĕç.

(14) Каç пулчĕ — ах, хăрушă! ирччен вăл çук та. Пире çаратакансенĕн ăраска-лĕ ку, пире аркатакансенĕн шăпи ку.

18

(1) – (2) Эфиопи юханшывĕсен леш енчи çĕре — çунатсен шавĕ илтĕнсе тăракан çĕре, тинĕс тăрăх, юханшывсем тăрăх хăмăш кимĕсемпе элчĕсем яракан çĕре — хуйхă çитĕ! Эй вăр-варрăн çÿрекен элчĕсем, кайăр тĕреклĕ те патвар халăх патне, аякранах хăрушшăн курăнакан халăх патне, çĕрне юханшывсем çурса иртекен çÿллĕ те пурне те таптакан халăх патне кайăр.

(3) Эй эсир, тĕнчере вырăнаçса çĕр çинче пурăнакансем! ту çинче ялав çĕкленсессĕн — лайăх пăхăр, трупа сасси янăраса кайсассăн — лайăх тăнлăр!

(4) Мана Çÿлхуçа çапла каларĕ: Эпĕ Хам пурăнакан вырăнтан, çумăр хыççăн пулакан ăшă çутă пек, ĕççи шăрăхĕ вăхăтĕнчи сывлăм пĕлĕчĕ пек, лăпкăн пăхатăп.

(5) Иçĕме пуçтарма пуçличчен, çеçки тăкăнсассăн, çупкăмĕ пиçме пуçласассăн, тураттисене Вăл çĕçĕпе каса-каса пăрахĕ, хунавĕсене вакласа тăкĕ.

(6) Вара мĕн пуррине ту çинчи çăткăн кайăксем валли, хирти тискер чĕрчунсем валли пăрахса хăварĕç; унта кайăк-кĕшĕк çу каçĕ, унта хирти тискер чĕрчунсем хĕл каçĕç, терĕ.

(7) Ун чухне тĕреклĕ те патвар халăхран, аякранах хăрушшăн курăнакан халăхран, çĕрне юханшывсем çурса иртекен çÿллĕ те пурне те таптакан халăхран Саваоф Çÿлхуçана Сион тăвĕ çине, Саваоф Çÿлхуçа ячĕпе хисепленекен вырăна, парне кÿрĕç.

19

(1) Египетпа пуласси çинчен пророкла калани. — Акă Çÿлхуçа çăмăл пĕлĕт çине ларĕ те Египета çитĕ. Унăн сăнĕ умĕнче Египет йĕрĕхĕсем чĕтресе ÿкĕç, Египетăн чĕри ирĕлсе кайĕ.

(2) Египет çыннисене Эпĕ Египет çыннисемпех вăрçă вăрçтарăп: вара тăван тăвана хирĕç, тус туса хирĕç, хулапа хула, патшалăхпа патшалăх çапăçĕç.

(3) Египет пĕтĕмпех хавшаса çитĕ, унăн канашне аркатăп, ĕнтĕ вĕсем йĕрĕхсемпе асамçăсенчен, вилнисене чĕнсе илекенсемпе юмăçсенчен пулăшу ыйтĕç.

(4) Египет çыннийĕсене хаяр патша аллине ÿкерĕп, вара вĕсемпе тискер патша хуçаланĕ, тет Çÿлхуçа, Саваоф Çÿлхуçа.

(5) Вара тинĕсре шыв пĕтсе çитĕ: юханшыв иксĕлсе типсе ларĕ;

(6) çырмасенче шыв чакса пырĕ, Египетăн чавса тунă шыв çулĕсем ăшăхлан-са типсе ларĕç; хăмăшпа чакан шанса кайĕç.

(7) Юханшыв тăрăхĕнчи, çырансем çывăхĕнчи хирсем, шыв хĕрринче мĕн ак-нă, çавă пĕтĕмпех типсе ларĕ, вĕçсе саланĕ, çухалĕ.

(8) Ĕнтĕ пулăçăсем йĕрсе ярĕç, юханшыва вăлта пăрахакансем ĕсĕклесе макăрĕç, шывра тетел каракансем те аптăрасах ÿкĕç;

(9) йĕтĕн тыллакансем те, шурă пир тĕртекенсем те кулянĕç;

(10) çип арлакансем шалтăрах кайĕç, тара кĕрешнисем пурте вăйран сулăнĕç.

(11) Çапла! Цоан пуçлăхĕсем ăсран тайăлчĕç; фараон çумĕнчи ăслă канашçăсен канашĕ юрăхсăра тухрĕ. Фараона эсир: «эпĕ ăсчахсен ывăлĕ, авалхи патшасен ывăлĕ» тесе калайăр-и?

(12) Ăçта вĕсем? ăçта санăн ăсчахусем? халĕ калаччăр вĕсем сана: Саваоф Çÿлхуçа Египета мĕн кăтартассине пĕлтерччĕр.

(13) Цоан пуçлăхĕсем ăсран тайăлчĕç; Мемфис пуçлăхĕсем улталанчĕç, ăру пуçлăхĕсем Египета çултан аташтарса ячĕç.

(14) Египет ăшне Çÿлхуçа ÿсĕртекенни янă — ÿсĕр этем хăй хăсăкĕ çинче çапкаланса çÿренĕ пек, вĕсем те Египета унăн мĕнпур ĕçĕнче аташтарса тăнă.

(15) Египетра ĕнтĕ пуçпа хÿре, пальмăпа хăмăш тума пултаракан пĕр ĕç те пулмĕ.

(16) Çавă кун Египет çыннисем хĕрарăм евĕр пулса кайĕç, Саваоф Çÿлхуçа хăйсем çине тăснă аллине хускатнине курсассăн чĕтресе тăрĕç, сехĕрленсе ÿкĕç.

(17) Иуда çĕрĕ Египетшăн сехре хăппи пулĕ; çав çĕре аса илекенĕ Саваоф Çÿлхуçа Египета мĕн кăтартма палăртнине курĕ те шуйхансах ÿкĕ.

(18) Çавă кун Египет çĕрĕнчи пилĕк хула Ханаан чĕлхипе калаçма тытăнĕ, Саваоф Çÿлхуçа ячĕпе тупа тăвĕ; пĕр хулине хĕвел хулийĕ тейĕç.

(19) Çавă кун Египет çĕрĕн варринче Çÿлхуçана парне кÿмелли вырăн пулĕ, ун чикки çумĕнче вара Çÿлхуçана аслăласа лартнă палăк пулĕ.

(20) Çавă палăк Египет çĕрĕнче Саваоф Çÿлхуçана уяса тăнине пĕлтерекен, астутарса тăракан паллă пулĕ: хăйсене хĕсĕрленĕ чухне вĕсем Çÿлхуçана йăлăнĕç те, Вăл вĕсене çăлакан тата хÿтĕлекен ярса парĕ, вĕсене хăтарĕ.

(21) Çÿлхуçа вара Египетра Хăйне кăтартĕ; çавă кун Египет çыннисем Çÿлхуçана пĕлсе çитĕç, парнесем кÿрĕç, Çÿлхуçана сăмах парĕç, мĕн тума пулнине тăвĕç.

(22) Çÿлхуçа Египета асап кăтартĕ; асап кăтартĕ — сыватĕ те: вĕсем Çÿлхуçа енне çаврăнĕç те — Вăл вĕсене илтĕ, вĕсене сыватĕ.

(23) Çавă кун Египетран Ассири çĕрне пысăк çул уçăлĕ, Ассур вара Египета, Египет çыннисем Ассирие килсе çÿрĕç; Египет çыннисем Ассири çыннисемпе пĕрле Турра ĕçлесе тăрĕç.

(24) Çавă кун Египетпа тата Ассирипе пĕрле Израиль виççĕмĕшĕ пулĕ; çĕр варринче пиллĕх тăрĕ,

(25) çавă çĕре Саваоф Çÿлхуçа çапла каласа пиллĕх парĕ: Египет çыннисем — Манăн халăхăм, Ассири çыннисем — Манăн аллăмăн ĕçĕ, Израиль — Манăн еткерĕм, вĕсем пиллĕхлĕ, тейĕ.

20

(1) Пĕр çулхине Саргон — Ассири патши — янипе Азот хули патне Тартан çитсе тухнă, вăл Азота хирĕç çа-пăçнă, ăна çĕнсе илнĕ.

(2) Шăпах çавă вăхăтра Исаийăна, Амос ывăлне, Çÿлхуçа çапла каланă: кай та хуйхă тумтирне хывса хур, уру сыррине те салтса пăрах, тенĕ. Вăл çапла тунă та: вара çарамас, çарран çÿренĕ.

(3) Çÿлхуçа каланă: Манăн Исаия чурам, Египета тата Эфиопи çĕрне мĕн пуласса пĕлтерсе, виçĕ çул хушши çарамас та çарран çÿренĕ евĕр,

(4) Ассири патши, Египета намăса хăварса, Египетран тыткăна илсе каякансене, Эфиопирен куçарса илсе каякансене — çамрăккисене те, ваттисене те — çаппа-çарамассăн та çарран хăваласа илсе кайĕ.

(5) Çавăн чухне хăйсен шанăçĕ пулнă Эфиопишĕн, хăйсем мухтанă Египетшăн сехĕрленĕç те намăсланĕç.

(6) Çакă çĕршывра пурăнакансем калĕç вара çавă кун: «эпир шанса тăнисем авă мĕнлескерсем иккен! Эпир вара, Ассири патшинчен хăтăлас тесе, вĕсенчен пулăшу ыйтаттăмăр! епле çăлăннă пулăттăмăр-ши эпир?» тейĕç.

21

(1) Тинĕс хĕрринчи пушхирпе мĕн пуласси çинчен пророкла калани. — Кăнтăрта çил-тăвăл çÿренĕ пек, вăл пушхир енчен, хăрушă çĕршывран килет.

(2) Мана хăрушшине кăтартнă: çаратаканĕ çаратать, тустараканĕ тустарать; эй Елам, тапăн! эй Миди, çавăрса ил! Йĕни-кăшкăрнине пĕтĕмпе чарса лартăп.

(3) Çакна пула шăм-шаккăм чĕтрет; çуратакан арăм тертленнĕ пек, пилĕкĕм касса ыратать. Пăлханса ÿкнĕрен нимĕн те илтместĕп, аптăраса кайнăран нимĕн те курмастăп.

(4) Чĕрем сиксе тухасла тапать; чĕтрев силлет мана; канăçлă каçăм ман-шăн сехре хăппи пулса тăчĕ.

(5) Сĕтел хатĕрлеççĕ, çивитти сараççĕ — çиеççĕ, ĕçеççĕ. «Эй çулпуçсем, тăрăр, хулкансене сĕрĕр!»

(6) Мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа мана çапла каларĕ: кай та хурал тăрат; вăл мĕн курнине пĕлтерсе тăтăр, терĕ.

(7) Лешĕ — мăшăр ут кÿлнĕ çар ураписене, ашак утланнă юланутсене, тĕве утланнă юланутсене асăрханă; вăл кашни сасса тăнланă, питĕ тимлĕн итленĕ.

(8) Вара хыттăн кăшкăрса янă: «хуçамăм! кунĕпех хуралта эпĕ тăтăм, çĕрле те хамăн вырăнтан каймарăм:

(9) акă курах кайрăм — çынсем килеççĕ, мăшăр ут кÿлнĕ çар ураписем пыраççĕ». Кайран вăл кăшкăрсах пĕлтернĕ: «пĕт-рĕ, пĕтрĕ Вавилон, аркатнă йĕрĕхĕсем çĕр çинче сапаланса выртаççĕ».

(10) Ах, тылланнăскерĕм, ах, йĕтем халăхĕ! Саваоф Çÿлхуçаран, Израиль Турринчен, мĕн илтрĕм — сире çавна пĕлтертĕм.

(11) Думă çĕрĕ мĕн курасси çинчен пророкла калани.— Мана Сеир енчен кăш-кăраççĕ: хуралçă! çĕрле — вăхăт мĕн чухлĕ халĕ? хуралçă! çĕрле — вăхăт мĕн чухлĕ халĕ?

(12) Хуралçă çапла хуравлать: ир еннелле çывăхарать, анчах пурпĕрех çĕрле-ха. Ыйтас тесессĕн, килĕр — ыйтăр.

(13) Арави çĕршывĕ мĕн курасси çинчен пророкла калани.— Эй Дедан караванĕсем, Арави вăрманĕнче çĕр каçăр!

(14) Фема çĕрĕнче пурăнакансем! шывшăн антăха-кансене хирĕç шыв илсе тухăр; тарса килекенсене çăкăрпа кĕтсе илĕр:

(15) вĕсем ĕнтĕ хĕçрен, йĕннинчен кăларнă хĕçрен, туртса карăнтарнă ухăран, вăрçă хаярлă-хĕнчен тараççĕ.

(16) Çÿлхуçа мана акă çапла каларĕ: тепĕр çулталăк, тара кĕрĕшнĕ çын çулталăкĕ-пе танлашаканскер, иртĕ те, Кидарăн мĕнпур мухтавĕ çухалĕ;

(17) Кидарăн ухăпа перекен паттăр ывăлĕсем сахаллăн тăрса юлĕç, çапла каларĕ Çÿлхуçа, Израиль Турри.

22

(1) – (2) Турă кăтартни курăннă айлăма мĕн пуласси çинчен пророкла калани. — Шавлă хула, пăлханакан, çуйхашакан хула! Мĕн пулнă сана, мĕншĕн пурте çурт тăррине улăхса тăнă? Санăн тĕп пулнă çыннусене хĕçпе вĕлермен, вĕсем вăрçăра та вилмен;

(3) санăн çулпуçусем пурте пĕрле тарнă, анчах вĕсене ухăсăрах тытса çыхса пăрахнă; таçта аякка тарнă пулин те, вĕсене пурне те тытса çыхса пăрахнă.

(4) Çавăнпа калатăп ĕнтĕ: пăрахса хăварăр мана, эпĕ вĕри куççульпех макăрăп; халăхăмăн хĕрне çаратса хăварнă чухне йăпатма ан тăрăшăр мана:

(5) Турă кăтартни курăннă айлăма çитнĕ сехĕрленÿ кунĕ, мăшкăлпа шуйхану кунĕ — Çÿлхуçаран, Саваоф Турăран, вăл. Хÿмене ишеççĕ, кăшкăрашни тусем çинех çитет.

(6) Елам ухă йĕнни çакнă; çынсем — çар ураписем çинче; юланутсем; Кир та хулканне хатĕрлет.

(7) Акă ĕнтĕ чи лайăх айлăмусем тулли çар урапи, юланутсем хапхана хирĕç тăрса тухнă.

(8) Иудейăн вителĕкне сÿсе илеççĕ; çавă кун эсĕ кедр çуртра упранакан кăрал енне пăхăн.

(9) Эсир ĕнтĕ Давид хулин хÿмине нумай çĕртен шăтарса пĕтернине куратăр, эсир анатри пĕвере шыв пухатăр;

(10) Иерусалимри çуртсене паллă тăватăр, хÿмене çирĕплетме çав çуртсене çĕмĕретĕр;

(11) кивĕ пĕве шывне тытса юлма тесе, икĕ хÿме хушшине вырăн хатĕрлетĕр. Анчах та çакна Тăвакана асăрхамастăр, çапла пулассине Кам авалах палăртса хунă, Ун енне çаврăнса пăхмастăр.

(12) Çÿлхуçа, Саваоф Çÿлхуçа, çакă кун сире йĕме те кулянма, çÿçĕре кастарма, хуйхă тумĕ тăхăнма чĕнет.

(13) Акă ĕнтĕ савăнăç та хаваслăх! Вăкăрсене вĕлереççĕ, сурăх пусаççĕ; аш-какай çиеççĕ, эрех ĕçеççĕ: «çиетпĕр те ĕçетпĕр, мĕншĕн тесессĕн ыран вилетпĕр!» тееççĕ.

(14) Вара Саваоф Çÿлхуçа мана хăлхаран каларĕ: хăвăр виличчен те çак ирсĕрлĕхшĕн каçару пулмĕ сире, терĕ Çÿлхуçа, Саваоф Çÿлхуçа.

(15) Çÿлхуçа, Саваоф Çÿлхуçа, çапла каларĕ: тăр та патша таврашĕн пуçлăхĕ патне кай, çав Севна патне, кермен пуçлăхĕ патне, çит, [вара кала ăна]:

(16) кунта санăн мĕн пур, кунта санăн кам пур, эсĕ мĕн-шĕн кунта хăв валли тупăклăх тăватăн? те. Вăл çÿллĕ çĕрте хăй валли тупăклăх касса ăсталать, чул хысака касса хăйне пурăнмалли вырăн хатĕрлет.

(17) Эй вăйлă этем, акă Çÿлхуçа ярса тытĕ те сана, тытса пăчăртаса санран чăмăркка тăвĕ,

(18) унтан сана анлă çĕр çине тытса перĕ; çавăнта вилĕн эсĕ, эй хуçун килне намăс кÿрекенĕ, санăн чаплă тупăклăху çавăнта пулĕ.

(19) Сана хăвăн вырăнунтан сирпĕтĕп, вара сана ятсăр-сумсăр тăратса хăварĕç.

(20) Çавă кун акă епле пулĕ: Хамăн Елиаким чурама, Хелкия ывăлне, чĕнсе илĕп,

(21) ăна санăн тумна тăхăнтартăп, санăн пиçиххине çыхтарăп, унăн аллине санра пулнă ирĕке парăп; вара вăл Иерусалимра пурăнакансенĕн тата Иуда килĕн ашшĕ пулса тăрĕ.

(22) Давид килĕн уççине унăн хулпуççийĕ çине хурăп; вăл уçĕ те — никам та хупаймĕ, вăл хупĕ те — никам та уçаймĕ.

(23) Ăна çирĕп çапса лартнă пăта пек тăвăп; хăй ашшĕ килĕшĕн вăл мухтав пуканĕ пек пулĕ.

(24) Ашшĕ килĕн, ачисен тата мăнукĕсен пĕтĕм мухтавĕ, килти пĕтĕм ăпăр-тапăртан тытăнса кĕвĕ-çемĕ каламалли юлашки сăпрай таранах ун çинче çакăнса тытăнса тăрĕ.

(25) Çавă кун вара, тет Саваоф Çÿлхуçа, çирĕп çапса лартнă пăта лăканма пуçлĕ, ăна çапса кăларĕç, ÿкĕ вăл, унран çакăн-са тăни те пĕтĕмпе ÿксе саланĕ, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа çапла калать.

23

(1) Тир хулипе мĕн пуласси çинчен пророкла калани. — Ĕсĕклесе йĕрĕр, Фарсис карапĕсем: ĕнтĕ хулана аркатнă: кил-çурт çук, кил-çурта кĕрекенни те çук. Çакă хыпара вĕсем патне Киттим çĕрĕнчен çитернĕ.

(2) Утрав çинче пурăнакансем, шăпланăр! унччен кунта тинĕспе çÿрекен Сидон сутуçисем хĕвĕшетчĕç.

(3) Пысăк шывсем урлă кунта Сихор вăрлăхне, аслă юханшыв тыррине, илсе килетчĕç, халăхсен тĕп пасарĕ çавăнтаччĕ.

(4) Эй Сидон, эсĕ намăса юлтăн; тинĕс, тинĕс тĕрекĕ акă мĕн калать: «эпĕ ача çуратнă чухнехи асапа пĕлместĕп, çуратман, ывăл ÿстермен, хĕрсем çитĕн-термен».

(5) Египетсем патне хыпар çитсессĕн, Тир çинчен илтсессĕн, шартах сикĕç вĕсем.

(6) Эй утрав çыннисем, кăшкăрсах макăрăр, Фарсиса куçса кайăр!

(7) Сирĕн хула, савăнăçлă хула, авалхи хула çакă-и вăл? Урисем ăна ют çĕршывра, аякра, пурăнма илсе каяççĕ.

(8) Пуçкăшăль салатса тăнă хулана, купсисем те пулин улпутсем пулнă, суту-илÿ тăваканĕсем те пулин çĕрĕн чаплă çыннисем пулнă хулана — Тир хулине — çапла пуласса кам малтанах палăртса хунă?

(9) Кирек епле мухтавăн мăнаçлăхне те намăс кăтартмашкăн, çĕрĕн мĕнпур чаплă çыннине кĕçĕне хăвармашкăн Саваоф Çÿлхуçа палăртнă ăна.

(10) Эй Фарсис хĕрĕ, хăвăн çĕрÿ тăрăх шыв пек çÿре: текех чăрмав çук.

(11) Вăл аллине тинĕс çине тăсрĕ, патшалăхсене силлерĕ; Çÿлхуçа Ханаанăн çирĕплетнĕ хулисене аркатса тăма хушрĕ,

(12) çапла каларĕ: эй Сидон хĕрĕ, намăса юлнă хĕр, ÿлĕм хĕпĕртеймĕн! Тăр, Киттим çĕрне кай, анчах унта та канăç пулмĕ сана, терĕ.

(13) Акă халдейсен çĕрĕ. Унччен ку халăх пулман; пушхирте пурăнакансен хуш-шинче ăна Ассур пуçарса янă. Вĕсем хăйсем валли тĕреклĕ çуртсем лартаççĕ, кунти керменсене вара аркатаççĕ, вĕсем вырăнне ишĕлчĕк купи çеç хăвараççĕ.

(14) Эй Фарсис карапĕсем, ĕсĕклесе макăрăр! Ĕнтĕ сирĕн тĕрекĕр арканнă.

(15) Çавă кун акă епле пулĕ: Тир хулине çитмĕл çул, пĕр патшан кунĕсем чухлĕ, манса пурăнĕç. Çитмĕл çул иртсессĕн вара Тир хулине аскăн арăм çинчен мĕн юрлани çитĕ:

(16) «кĕсле ил, хула тăрăх çÿре, манăçа тухнă аскăн арăм! Кĕслине лайăх кала, нумай юрă юрла — сана аса илччĕр».

(17) Çитмĕл çул иртсессĕн вара Çÿлхуçа Тира пырса пăхĕ; ĕнтĕ хула каллех тупăш илме пуçлĕ, тĕнчери пур патшалăхпа та аскăнланма тытăнĕ.

(18) Анчах унăн суту-илĕвĕ, унăн тупăшĕ Çÿлхуçана ĕçлесе тăма кайĕ; тупăшĕ пÿлмере купаланса выртмĕ, питĕрĕнсе тăмĕ: унăн суту-илÿ тупăшне Çÿлхуçа умĕнче пурăнакансене вĕсем тăраниччен çиччĕр, питĕ тум тăхăнса çÿреччĕр тесе парса тăрĕç.

24

(1) Çÿлхуçа акă çĕре çука хăварать, ăна пулăхсăр тăвать; çĕрĕн сăн-сăпатне улăштарать, çĕр çинче пурăнакансене сапаласа ярать.

(2) Вара халăха мĕн пулĕ, священника та çавах пулĕ, тарçипе мĕн пулни — унăн хуçипе, тарçă-арăмпа мĕн пулни — хуçа-арăмпа, туянаканнипе мĕн пулни — сутаканнийĕпе, кивçен илекенĕпе мĕн пулни — кивçен параканĕпе, парăмлипе мĕн пулни усламçăпа пулĕ.

(3) Çĕре пĕтĕмпех çука хăварнă; çаратмаллипех çаратнă — ĕнтĕ Çÿлхуçа çапла хушнă.

(4) Хуйхăрать çĕр, салху вăл; пусăрăннă, салхуланнă тĕнче; тÿпепе çĕр хавшанă.

(5) Хăй çинче пурăнакансем айĕнче çĕр ирсĕрленнĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсем саккуна пăхăнмарĕç, йĕркене улăштарчĕç, ĕмĕрлĕх халала пăсрĕç.

(6) Çавăншăнах çĕре ылхан кăшлать, ун çинче пурăнакансем асап кураççĕ; çавăншăнах çĕр çинче пурăнакансене çунтарса янă, çынсем питĕ сахал тăрса юлнă.

(7) Çимĕç сапакийĕн сĕткенĕ йĕрет; иçĕмĕн аври ыратать; чĕререн савăннисем пурте ассăн сывлаççĕ.

(8) Тÿнкĕр çапса савăнасси путланчĕ; хавасланакансен шăв-шавĕ лăпланчĕ; кĕсле сассийĕ илтĕнмест;

(9) ĕнтĕ юрла-юрла эрех ĕçмеççĕ; ĕçекенсемшĕн халь çиккер те йÿçĕ.

(10) Пушанса юлнă хулана аркатнă, çурчĕсене пурне те хупса лартнă — кĕрейместĕн.

(11) Урамра эрехшĕн йĕреççĕ; ĕнтĕ кирек епле хаваслăх та сÿнчĕ; çĕр çинчен пĕтĕм савăнăç çухалчĕ.

(12) Хула хăрăнса çитрĕ, хапхисем те йăтăнса анчĕç.

(13) Еççи хыççăн, çу йывăçĕн çимĕçне татса пĕтерсессĕн, иçĕм çырлине пуçтарса илсессĕн мĕнле пулать, çĕр çийĕнче, халăхсем хушшинче те çапла пулĕ.

(14) Вĕсем сассине вăйлатĕç, Çÿлхуçа аслăлăхĕшĕн хĕпĕртенĕç, тинĕс енчен хыттăн кăшкăрса сас парĕç.

(15) Çапла ĕнтĕ Çÿлхуçана тухăçра мухтавлăр, Çÿлхуçанăн, Израиль Туррийĕн, ятне тинĕс утравĕсем çинче мухтавлăр.

(16) Эпир çĕр хĕрринчен «Сăваплăскерне мухтав!» теекен юрă илтетпĕр. Каларăм эпĕ: хуйхă çитрĕ мана! хуйхă çитрĕ мана! ах, мĕнле хурлăхлă мана! усалсем усал ĕç тăваççĕ, усалсем усалланса кайсах усал ĕç тăваççĕ.

(17) Эй çĕр çинче пурăнакан, ахăр самана, шăтăк та йăлмак сан валли!

(18) Сехри хăпнипе кăшкăрса тараканĕ шăтăка кĕрсе ÿкĕ; шăтăкран тухаканĕ йăлмака çакланĕ, мĕншĕн тесессĕн тÿпе чÿречисем уçăлса кайĕç, çĕр никĕсĕ чĕтренĕ.

(19) Çĕр арканать, çĕр тĕпренсе саланать, çĕре хытă чĕтретнĕ;

(20) çĕр ÿсĕр пек çапкаланать, сăпка евĕр сиккелет, ăна хăйĕн йĕркесĕрлĕхĕ асаплантарать; ÿкет вăл — çĕкленеймест.

(21) Çавă кун акă епле пулĕ: Çÿлхуçа çÿлти çарсем патне, çĕр çинчи çĕр патшийĕсем патне çитĕ.

(22) Вара тĕрме çыннисене пуçтарнă пек, пурне те шăтăка пуçтарĕç, тĕттĕм шăтăка хупса хурĕç, чылай кун-ран вĕсене хаса парĕç.

(23) Саваоф Çÿлхуçа Сион тăвĕ çинче, Иерусалимра патшана ларсассăн, аслă çынсем умĕнче Унăн мух-тавлăхĕ çуталса кайсассăн уйăх та вăтан-са хĕрелĕ, хĕвел те намăсланĕ.

25

(1) Çÿлхуçамăм! Эсĕ — манăн Туррăм; Сана аслăлатăп, Санăн ятна мухтатăп: Эсĕ тĕлĕнмеллине пултарнă; авалах палăртса хунисем — чăн-чăнах, аминь.

(2) Эсĕ хуларан чул купийĕ, çирĕп хÿмесенчен ишĕлчĕк купийĕ турăн; хулара ют ăру çыннисен керменĕсем юлмарĕç; ăна ĕнтĕ ĕмĕрне те çĕнĕрен туса лартмĕç.

(3) Çавăнпа та Сана хăватлă халăхсем мухтавлĕç, хăрушă ăрусенĕн хулисем Санран сехĕрленĕç,

(4) мĕншĕн тесессĕн Эсĕ мĕскĕншĕн те, чухăншăн та йывăр вăхăтра тарса хăтăлмалли вырăн пултăн, çил-тăвăлран хÿтĕлекен хÿтлĕх, шăрăхран хÿтĕлекен сулхăн пултăн: тискер çынсенĕн çилли хÿмене çапăнакан çил-тăвăл пекехчĕ.

(5) Эсĕ тăшмансен хаярлăхне, шывсăр вырăнти шăрăх евĕрлĕскерне, пусартăн; пĕлĕт ĕмĕлки шăрăха пусарнă евĕр, пусмăрçăсен савăнăçне путартăн.

(6) Вара Саваоф Çÿлхуçа çакă ту çинче пур халăхсем валли чи паха апатран, паха эрехрен, шăмă çăвĕнчен тата чи таса эрехрен ĕçкĕ-çикĕ хатĕрлĕ;

(7) çакă ту çинче Вăл пур халăхсене витсе тăракан вителĕке, мĕнпур ăру çинче выртакан вителĕке, тĕп тăвĕ.

(8) Вилĕме ĕмĕрлĕхе çĕнтерĕ, Çÿлхуçа Турă пурин куççульне те шăлса типĕтĕ, Хăй халăхĕн мăшкăлне пĕтĕм тĕнчипех сирсе ярĕ: çапла пулассине Турă калать.

(9) Вара çавă кун калĕç: акă Вăл, пирĕн Турă! эпир Ăна шанса тăтăмăр та — Вăл пире çăлчĕ! Ку — Çÿлхуçа; эпир Ăна шанса тăтăмăр; Вăл çăлнăшăн хĕпĕртетпĕр те савăнатпăр!

(10) Мĕншĕн тесессĕн çакă ту çинче Çÿлхуçа аллийĕ тăрать, ĕнтĕ Моава хăй вырăнĕнчех тислĕк ăшĕнчи улăма таптанă пек таптĕç.

(11) Вăл, шывра ишекенĕ аллисемпе хăлаçланнă евĕр, аллисемпе хăлаçлансассăн та Турă унăн мăнкăмăллăхне унăн аллийĕн чее ултавĕпе пĕрлех кĕçĕне тăратса хăварĕ.

(12) Санăн çÿллĕ те тĕреклĕ хÿмÿсене аркатĕ, ншсе антарĕ, вĕсенчен тусан тăвĕ.

26

(1) Çавă кун Иуда çĕрĕнче çакă юр-ра юрлĕç: хуламăр пирĕн çирĕп; хÿме вырăнне, тăпра хÿме вырăнне Вăл пире çăлăнăç пачĕ.

(2) Уçăр хапхана; тÿрĕ пурăнăçпа пурăнакан, чăнлăха уякан халăх кĕтĕр.

(3) Çирĕп чун-чĕреллисене Эсĕ туп-тулли тăнăçлăх паратăн, мĕншĕн тесессĕн вĕсем Сана шанаççĕ.

(4) Ĕмĕрĕпех Çÿлхуçана шанса пурăнăр: Çÿлхуçа Турă — ĕмĕрлĕх тĕрек.

(5) Вăл çÿлте пурăннисене, çÿлте ларакан хулана çапса антарчĕ; аркатрĕ ăна, çĕр çине йăвантарчĕ, тусанпа хутăштарчĕ.

(6) Ĕнтĕ таптаççĕ ăна, чухăн урисем, кĕлмĕç урисем таптаççĕ.

(7) Тÿрĕ пурăнăçпа пурăнаканăн çулĕ тÿрĕ; тÿрĕ пурăнăçпа пурăнаканăн çулне Эсĕ тÿрлетсе тăратăн.

(8) Эй Çÿлхуçамăр, Санăн суту çулĕ çинче эпир Сана шанса тăтăмăр; пирĕн чунăмăрсем Сана, Санăн ятна асрах тытма тĕмсĕлеççĕ.

(9) Пĕтĕм чунăмпа çĕрле Сан патна ăнтăлтăм, пĕтĕм ăшăм-чиккĕмпе, чунăм-чĕмĕмпе ир-ирех Сана шырама пуçлăп: çĕр çинче Сан сутун ĕçĕсем пулса пынă чухне тĕнчере пурăна-кансем тÿрĕлĕхе вĕренĕç.

(10) Усал çынна каçарсассăн, вăл тÿрĕлĕхе вĕренеймĕ — тÿррисенĕн çĕрĕ çинче усал ĕç тăвĕ, Çÿлхуçа аслăлăхĕ енне çаврăнса та пăхмĕ.

(11) Эй Çÿлхуçамăр! Санăн аллу çÿллĕ çĕкленнĕччĕ, анчах вĕсем ăна курмарĕç; Санăн халăхна курайманнисем курĕç те намăсланса кайĕç; Санăн тăшманусене вут-çулăм çăтса ярĕ.

(12) Эй Çÿлхуçамăр! Эсĕ пире тăнăçлăх кÿретĕн: пирĕн ĕçсене Эсĕ пирĕншĕнех йĕркелесе тăратăн.

(13) Эй Çÿлхуçа Туррăмăр! пирĕнпе Эсĕ мар, урăх патшасем хуçаланчĕç; анчах Санăн ятна эпир Сан урлă çеç мухтавлатпăр.

(14) Вилнисем чĕрĕлеймĕç; вилнисен ĕмĕлкисем тăраймĕç, мĕншĕн тесессĕн Эсĕ вĕсене пырса пăхрăн та — тĕп турăн, вĕсене астăвăмран та тĕппипе кăларса пăрахрăн.

(15) Эй Çÿлхуçамăр, халăха ĕрчетрĕн Эсĕ, халăха ĕрчетрĕн — Хăвна мухтава кăлар-тăн, мухтавна çĕрĕн мĕнпур кĕтессине çитертĕн.

(16) Эй Çÿлхуçамăр! инкекре вăл Сана шыранă; Санăн хасу çитсессĕн вăл кĕлтуса пăшăлтатнă.

(17) Йывăр арăм çуратас вăхăчĕ çитсессĕн епле асапланать, ахлатать, йынăшать, эпир те Санăн умунта, эй Çÿлхуçамăр, çавăн пекех пултăмăр.

(18) Пĕтĕ пултăмăр, асаплантăмăр — çуратасса вара çил çуратрăмăр; çĕре çăлăнăç кÿреймерĕмĕр, çĕр çине урăх çынсем çуралмарĕç.

(19) Санăн вилнĕ çыннусем чĕрĕлĕç, вилнĕ ÿтсем чĕрĕлсе тăрĕç! Эй çĕр тĕпĕнче выртакансем, вăранăр, савăнăр: Санăн сывлăму вĕсене сиплĕ-сыватĕ, ĕнтĕ çĕр вилнисене тĕртсех кăларĕ.

(20) Кай, халăхăм, килне кĕр, хăв хыççăн алăкна питĕрсе ил, çилĕ иртсе кайиччен пытан самантлăха:

(21) çĕр çинче пурăнакансене усал ĕçĕсемшĕн айăпламашкăн Çÿлхуçа акă Хăй вырăнĕнчен тухать, çĕр ĕнтĕ хăй çăтнă юна уçса хурĕ, вĕлернĕ çыннисене пытарса тăраймĕ.

27

(1) Çавă кун Çÿлхуçа Хăйĕн сулмаклă, пысăк та çирĕп хĕçĕпе левиафана — тÿрĕ чупакан çĕлене, левиафана, явкаланса шăвакан çĕлене — тĕп тăвĕ, тинĕс çамне вĕлерĕ.

(2) Çавă кун ун çинчен — ытарайми иçĕм пахчи çинчен — юрлăр:

(3) ăна упраканĕ Эпĕ, Çÿлхуçа, самантсеренех шăваратăп ăна; кам та пулин унта пырса ан кĕтĕрччĕ тесе, кунĕн-çĕрĕн сыхлатăп ăна.

(4) Манăн çилленесси çук. Анчах та унта кам та пулин йĕплĕ курăкпа çумкурăк ÿстерсессĕн, Эпĕ ăна хирĕç вăрçăпа тухатăп, пĕтĕмпех çунтарса яратăп.

(5) Манăн хÿтлĕхе шырасассăн-и, Манпа килĕшÿ тăвас тесессĕн-и? апла Манпа килĕшÿ тутăр.

(6) Ÿлĕм Иаков çирĕпленĕ, Израиль хунав кăларĕ, чечекленĕ; тĕнче çимĕçпе тулса ларĕ.

(7) Вăл вĕсене хăйсене пĕтерекенсене пĕтернĕ пекех пĕтернĕ-и вара? Вăл вĕсене хăйсене вĕлерекенсене вĕлернĕ пекех вĕлернĕ-и вара?

(8) Эсĕ ăна унран пăрăннă чухне те тулли хаса паман; тухăç çилĕ вĕрнĕ кунхи пек, ăна Хăв хытă вĕрнипех хăваласа кăларнă.

(9) Çавăн урлă Иаковăн йĕркесĕр ĕçĕ пăрахăçланĕ; вăл чÿк вырăнĕсен чулĕсене тĕпренчĕк акшар тусассăн, Астарта юписемпе тĕтĕрмелли вырăнсене пĕтерсессĕн унăн çылăхĕ каçарăнĕ.

(10) Çапла ĕнтĕ тĕреклетнĕ хула пушанать, кил-çурта пушхир пекех пăрахса хăварĕç. Унта пăру çисе çÿрĕ, унта канĕ вăл, ун тураттисене хуçса-çисе пĕтерĕ.

(11) Ун тураттисем хăрса ларĕç те — хуçĕç вĕсене; хĕрарăмсем килĕç те вĕсене çунтарса ярĕç. Çакă халăх ăссăр пулнăран ăна Пултараканĕ ăна хĕрхенсе тăмĕ, ăна Пултараканĕ ăна каçармĕ.

(12) Çавă кун акă епле пулĕ: аслă шывран пуçласа Египет юхăмĕ таран Çÿлхуçа мĕн пуррине пĕтĕмпе тытса силлĕ; Израиль ывăлĕсем, сире те пĕрле — пĕрне тепĕри патне — пуçтарĕç;

(13) çавă кун акă епле пулĕ: аслă трупа кăшкăртса ярĕ те, Ассири çĕрĕнче çухалса кайнисем, Египета хăваласа кайнисем каялла таврăнĕç, вара Иерусалимри сăваплă ту çинче Çÿлхуçана ÿксе пуççапĕç.

28

(1) Ÿсĕр Ефрем ывăлĕсен мăнаçлăхĕн пуçкăшăльне, унăн илемĕн шанса пыракан чечекне, ĕçкĕçĕсем пурăнакан тулăх айлăм тÿпемĕнче ларакан чечеке, хуйхă çитĕ!

(2) Акă Çÿлхуçа умĕнче — тĕреклĕскер те вăйлăскер, вăл — пăрлă тăвăл пек, аркатакан çавраçил пек, çыранĕсенчен тухса кĕрлесе юхакан шывсем пек! Çавă ăна вирлĕн çĕре çапса антарĕ.

(3) Ÿсĕр Ефремсен мăнаçлăхĕн пуç-кăшăльне урапа таптĕç.

(4) Тулăх айлăм тÿпемĕнче ларакан ун илемĕн шанса пыракан чечекне чи малтан пиçсе çит-нĕ смоква çырлине мĕн пулниех пулать: унашкал çимĕçе кам та пулин курать те — татса илет те çăтса та ярать.

(5) – (6) Çавă кун Саваоф Çÿлхуçа Хăйĕн йăлкăмĕшĕн чаплă пуçкăшăль, мухтавлă пуçкăшăль пулĕ, сутра лараканшăн тÿрĕ сут тутаракан сывлăш-хăват, тăшмана хапхи умне çитиех хăваласа яракан паттăрлăх пулĕ.

(7) Анчах кусем те эрехе пула тайкаланса çÿреççĕ, çиккер ĕçнипе çултан аташса каяççĕ; священникпе пророк хаяр шĕвеке пула такăнаççĕ; эрехе парăннă, çиккер вĕсене ăсран тайăлтарнă, вĕсене мĕн курăнни тĕрĕс мар, татăклă сăмах каламалла чухне такăнаççĕ,

(8) мĕншĕн тесессĕн сĕтелсем çине хăсса тултарнă, таса вырăн çук.

(9) Çапла калаççĕ: «епле пурăнмаллине кама вĕрентесшĕн вăл? вĕрентсе кама ăса кĕртесшĕн? кăкăр сĕтĕнчен уйăрнисене-и, амăш кăкăрне пăрахтарнисене-и?

(10) Ялан ÿкĕт те ÿкĕт, ÿкĕт те ÿкĕт, йĕрке те йĕрке, йĕрке те йĕрке, кунта кăштах, унта кăштах».

(11) Çапла пурăннăшăн çакă халăхпа ют чĕлхе-çăварпа, ăнланмалла мар сăмахпа калаçĕç.

(12) Вĕсене каланăччĕ: «акă канăçлăх, ĕшеннĕскере канăçлăх парăр, акă вăл канлĕх» тенĕччĕ. Анчах вĕсем итлесшĕн те пулмарĕç.

(13) Çÿлхуçа сăмахне вĕсем акă мĕнле йышăнаççĕ: ÿкĕт те ÿкĕт, ÿкĕт те ÿкĕт, йĕрке те йĕрке, йĕрке те йĕрке, кунта кăштах, унта кăштах,— ĕнтĕ кайĕç вĕсем, месерле кайса ÿкĕç, сусăрланĕç, серепене лекĕç, çакланĕç.

(14) Эй мăшкăлçăсем, Иерусалимри халăха тытса тăракансем, эппин, Çÿлхуçа сăмахне итлĕр.

(15) Çапла калатăр эсир: «эпир вилĕмпе килĕшÿ турăмăр, тĕпсĕр шăтăкпа сăмах тупрăмăр: пурне те пĕтерекен инкек сиксе тухсассăн, вăл пирĕн пата çитеймĕ, мĕншĕн тесессĕн эпир суяран хамăр валли тарса хăтăлмалли хÿтлĕх турăмăр, эпир ултавпа витĕнĕпĕр» теетĕр.

(16) Çавăнпа та Çÿлхуçа Турă çапла калать: акă Эпĕ Сион никĕсне чул — сă-наса пăхнă, кĕтеслĕх чул, хаклăран та хаклă, суйласа илнĕ çирĕп чул — хуратăп: ăна ĕненекен намăс курмĕ.

(17) Вара сута виçев пулма, чăнлăха тараса пулма лартăп; суя хÿтлĕхне пăр çапса аркатĕ, пытанса лармалли вырăна шыв путарĕ.

(18) Сирĕн вилĕмпе тунă килĕшĕвĕр арканĕ, сирĕн тĕпсĕр шăтăкпа тупнă сăмахăр тытăнса тăраймĕ. Пурне те пĕтерекен инкек çитсессĕн эсир таптанмаллипех таптанатăр.

(19) Инкек часах çитĕ те — ярса илĕ сире; ирсеренех çÿрĕ, кăнтăрла та, çĕрле те çÿрĕ, ун çинчен илтнĕ пĕр хыпар та сехĕрлентерсех ÿкерĕ.

(20) Тăсăлса выртмашкăн сарса хунă вырăну кĕске пулĕ; витĕнсе выртмашкăн вителĕкÿ ансăр пулĕ:

(21) Çÿлхуçа Хăйĕн ĕçне, хăватлă ĕçне тумашкăн, Хăйĕн мехелне, Хăйĕн тĕлĕнмелле мехелне çитермешкĕн Перацим тăвĕ çинче çĕкленнĕ пек çĕкленĕ, Гаваон айлăмĕнчи пекех çилленĕ.

(22) Апла тăллăрсем тата çирĕпрех ан пулччăр тесессĕн, Турра ан хурлăр: эпĕ Çÿлхуçаран, Саваоф Çÿлхуçаран, илтрĕм; ĕнтĕ пĕтĕм çĕре пĕтерме палăртса хунă.

(23) Хăлхăра тайăр, манăн сассăма тăнлăр; тимлĕ пулăр, сăмахăма вĕçне çитиех итлĕр.

(24) Ака вăхăчĕ çитсессĕн, çĕр ĕçченĕ хăйĕн çĕрне сухалать çеç-и, сÿрелет çеç-и?

(25) Çук; ăна çемçетсе тикĕслетсессĕн вăл пăрăç йышши курăк акать е энĕс сапса хăварать, е юнашарах ярăмăн-ярăмăн тулă сапалать, палăртнă вырăна урпа, унпа юнашар пăри акать.

(26) Çак меле ăна хăйĕн Турри хăнăхтарать; ăна Вăл вĕрентет.

(27) Пăрăç йышши курăка шăллă каскапа çаптармаççĕ, энĕс çийĕн те кустăрмаллă тăпачă чуптармаççĕ; пăрăç йышши курăка та, энĕсе те патакпа çапса тĕшĕлеççĕ.

(28) Пĕрчĕллĕ тырра çапаççĕ, анчах ăна тĕпретмеççĕ; ун çийĕн лашапах кустăрмаллă тăпачă çÿретеççĕ, анчах тыррине вĕтетмеççĕ.

(29) Çакă вăл Саваоф Çÿлхуçа вĕрентнипе пулса пырать: Унăн ăслăлăхĕ тĕлĕнмелле, Унăн шухăшĕ аслă!

29

(1) Ариэл, Ариэл {Иерусалим хулине пĕлтерет}, Давид пурăннă хула, хуйхă çитĕ сана! Çул хыççăн çул иртсе кайĕ, парне кÿресси хăй йĕркипе пулса пырĕ.

(2) Анчах та Эпĕ Ариэле хĕстерĕп, вара куççуль те хурлăх пулĕ; вăл Маншăн пĕрех Ариэл пулса юлĕ.

(3) Эпĕ санăн тавра тапăрпах вырăнаçăп, сан тавра хурал пашнисем туса лартăп, сана хирĕçех аркатакан сăпрай лартса тухăп.

(4) Вара мĕскĕнленĕн, çĕр ăшĕнчен калаçăн, эсĕ калани тусан-тăпра айĕнчен аран илтĕнейĕ, сассу та хăй ăшĕнче мăкăртатаканăн сасси пек пулĕ, ĕнтĕ тусан-тăпра айĕнчен пăшăлтатăн.

(5) Йышлă тăшманусем вĕтĕ тусан пек, хаяр эшкерсем вĕçсе саланакан арпа пек пулĕç; çакă сасартăк, пĕр самантра, пулса иртĕ.

(6) Саваоф Çÿлхуçа сан патна аслатипе, çĕр чĕтреннипе, хăватлă сасăпа, çил-тăвăлпа, çавраçилпе, мĕн пуррине хыпса çăтакан вут-çулăмпа пырса çитĕ.

(7) Вара Ариэле хирĕç кĕрешекен йышлă халăхсем, ăна, унăн тĕрекĕсене хирĕç тухнисем, ăна хĕсекеннисем усал тĕлĕк пек, çĕрле тĕлĕкре курăннă пек туйăнĕç.

(8) Выçă çын тĕлĕкĕнче хăй апат çинĕ пек тĕлленет, анчах вăранать те, ăшĕнче — пуш-пушах; шывшăн антăхнă çын та тĕлĕкĕнче шыв ĕçнĕ пек тĕлленет, анчах вăранать те — çав-çавах тĕмсĕлет вăл, ăшĕ те хыпса çунать: Сион тăвне хирĕç вăрçакан йышлă халăхсемпе пуринпе те çапла пулĕ.

(9) Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнĕр; вĕсем ыттисене суккăра кăларнă, хăйсем те суккăрланнă; вĕсем ÿсĕр, анчах эрехе пула мар; вĕсем тайкаланаççĕ, анчах çиккер ĕçнипе мар.

(10) Çÿлхуçа сирĕн çине ыйхăлаттаракан сывлăш янă; пророксем, ĕнтĕ сирĕн куçăра хуптарнă; витĕркурансем, сирĕн пуçăра хупланă.

(11) Пророкла каланă кирек хăш сăмах та сирĕншĕн — пичет лартнă кĕнекери сăмахсем пекех, çав кĕнекене ĕнтĕ вулама пĕлекене параççĕ те: «çакна вула» теççĕ; лешĕ вара: «пултараймастăп, мĕншĕн тесессĕн пичет лартнă» тесе хуравлать.

(12) Кĕнекине вара вулама пĕлменнине параççĕ: «çакна вула» теççĕ; лешĕ: «эпĕ вулама пĕлместĕп» тет.

(13) Çÿлхуçа каларĕ вара: ку халăх Ман патăма чĕлхи-çăварĕпе çывăхарать, Мана сăмахĕпе хисеплет, чĕри вара Манран аякра тăрать, этем ÿкĕчĕ-йăлине вĕренни вĕсемшĕн — Мана хисеплени-мĕн;

(14) Эпĕ акă ку халăха халиччен пулманнине кăтартăп, тĕлĕнмелле, питех те тĕлĕнмелле пулĕ, вара ăсчахĕсен те ăсĕ пĕтĕ, ăслă-тăнлисен те ăсĕ-тăнĕ çухалĕ.

(15) Хăйсен ĕçĕсене сĕмлĕхре тăвакансене, «кам курĕ-ха пире? кам пĕлĕ-ха пире?» теекенсене, хăйсен шухăшне Çÿлхуçаран пытармашкăн тарăн çĕре пытанма ĕмĕтленекенсене хуйхă çитĕ.

(16) Мĕнле ăссăрлăх! Чÿлмек тăвакана тăм вырăнне хума юрать-и вара? Тунă япали хăйне тăваканни çинчен: «мана вăл туман» теме пултараять-и? тунă ĕç хăйне тăвакан ăста çинчен: «вăл ăнланмасть» теме пултараять-и?

(17) Тата кăшт çеç, кăштах, кăштах, вара Кармил тăвĕ йывăç пахчи пулса тăмĕ-и, йывăç пахчине вара вăрмана хапăл тунă пек хапăллĕç-и?

(18) Ĕнтĕ çавă кун хăлхасăррисем кĕнеке сăмахне илтĕç, суккăрсен куçĕсем тĕттĕмлĕхрен, сĕмлĕхрен курма пуçлĕç.

(19) Вара асапланакансем Çÿлхуçашăн савăннăçемĕн савăнĕç, мĕскĕнсем Израиль Святойĕшĕн хĕпĕртесе мухтанĕç:

(20) кÿрентерекен текех пулмĕ, мăшкăлçă çухалĕ, ултава хÿтĕлекенсене —

(21) çынна сăмахпа чăлхантарса яракансене, сут тума ыйтакана тытма хапха умне таната каракансене, тÿрĕ çыннах тĕртсе яракансене — пĕтерĕç.

(22) Çавăнпа та Авраама хăтарнă Çÿлхуçа Иаков килĕ çинчен çапла калать: ĕнтĕ Иаков намăса юлмĕ, унăн сăн-пичĕ текех шурса каймĕ.

(23) Унăн ачисем Манăн ĕçĕме, хăйсем хушшинче тăвас ĕçĕме, курсассăн Манăн ятăма чун-чĕререн хисеплеме пуçлĕç, Иаков Святойне чун-чĕререн хисеплĕç, Израиль Туррине пуççапĕç.

(24) Иккĕленчĕк чун-чĕ-реллисем ăслăлăха пĕлĕç, пăхăнманни-сем итлесе пурăнма вĕренĕç.

30

(1) Пăхăнман ывăлсене хуйхă çитĕ, тет Çÿлхуçа, вĕсем Мансăрах канашлаççĕ, Манăн кăмăлăма тивĕçтермен килĕшÿсем тăваççĕ, çылăх çумне çылăх хушмашкăн

(2) вĕсем Манран ыйтмасăрах Египета каяççĕ — вĕсем фараон вăйĕпе хал илесшĕн, Египет хÿтлĕхне пытанасшăн.

(3) Анчах та фараон вăйĕ сире намăс кÿрекенни пулĕ, Египет хÿтлĕхне пытанни вара — чĕр мăшкăл;

(4) мĕншĕн тесессĕн унăн {Иерусалимăн} улпучĕсем Цоанра ĕнтĕ, элчисем те Ханес патнех çитнĕ.

(5) Вĕсем пурте хăйсемшĕн усăсăр халăха пула намăса юлĕç; çав халăхран пулăшу та, усси те пулмĕ, намăс та мăшкăл çеç пулĕ.

(6) Пусмăрпа хĕн-хур çĕрĕ тăрăх, ама арăслансемпе аçа арăслансен çĕрĕ тăрăх, аспидпа вĕçекен çĕлен ĕрчекен çĕр тăрăх кăнтăралла каякан выльăхсем çинче — йывăр çĕклемсем: вĕсем хăйсене усă кÿме пултарайман халăх валли ашаксен çурăмĕ çинче хăйсен пуянлăхне, тĕвесен курпунĕ çинче хăйсен хаклă мулне илсе каяççĕ.

(7) Анчах Египет пулăшасса кĕтни кăлăхах пулĕ; çавăнпа Эпĕ ăна: «лÿппер Раав» терĕм те.

(8) Халĕ кай ĕнтĕ, ÿлĕмлĕхе, яланлăха, ĕмĕрлĕхе юлтăр тесе çакна вĕсен хăмийĕ çине çырса хур, çакна кĕнекене те кĕртсе хăвар.

(9) Мĕншĕн тесессĕн ку — пăлхавлă халăх, суя ачисем, Çÿлхуçа саккунне илтесшĕн мар çав ачасем,

(10) вĕсем витĕр куракансене: «пулассине ан курăр», пророксене: «тĕрĕссине ан калăр — кăмăла çĕклекеннине пĕлтерĕр, лайăххине çеç калăр;

(11) çул çинчен кайăр, сукмакран пăрăнăр; Израиль Святойне пирĕн куçран çухатăр» теççĕ.

(12) Израиль Святойĕ çавăнпа та çапла калать: эсир çакă сăмаха сивлетĕр, ултавпа тĕрĕсмарлăха шанатăр, ун çине тĕревленетĕр,

(13) çакă усал ĕç сирĕншĕн çÿллĕ хÿмери çурăк пек, йăтăнса анассипе хăратакан çурăк пек пулĕ; хÿми вара сасартăк, пĕр самантра, ишĕлсе анĕ.

(14) Çав хÿмене Вăл тăм савăта пĕр шелсĕр çапса çĕмĕрнĕ пек аркатса пăрахĕ, унăн ванчăкĕсем хушшинче пĕр катăк та — вучахран кăвар илме юрăхлă, çырмаран шыв ăсма юрăхлă катăк та — тупаймăн.

(15) Ĕнтĕ Çÿлхуçа Турă, Израиль Святойĕ, çапла калать: вырăнтах лăпланса юлнă пулсассăн, эсир çăлăнаттăрччĕ; сирĕн тĕрекĕр — тăнăçлăх та Турра шанса тăни; анчах эсир апла килĕшмерĕр;

(16) çапла каларăр: «çук, эпир ут утланса тарăпăр» терĕр, — çавăншăн таратăр та ĕнтĕ; «вичкĕннисене утланса тарăпăр» — çавăншăн сире хăвалаканнисем те вичкĕн пулĕç.

(17) Пĕри хăратнипе пинĕшĕ тарĕ; пиллĕкĕн хăратнипе тарсассăн вара эсир, çăлăнса юлнисем, ту тăрринчи патак пек, сăрт тăрринчи ялав пек тăрса юлатăр.

(18) Çавăнпах Çÿлхуçа сире çăлма васкамасть-ха, сире хĕрхенессине вăрахлать-ха, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа — тĕрĕслĕх Турри; Ăна шанса тăракансем пурте телейлĕ!

(19) Халăх Сион çинче Иерусалимра пурăнĕ; эсĕ нумаях хÿхлемĕн — эсĕ ĕсĕклесех йĕнине илтсессĕн Вăл сана каçарĕ, йĕнине илтсессĕнех сана хуравлĕ.

(20) Хурлăхлă вăхăтра Çÿлхуçа сире çăкăр, хĕн вăхăтра шыв парĕ; Вăл — сире Вĕрентекен, Вăл текех сирĕнтен пăрăнмĕ, эсир Ăна хăвăр куçăрпа курсах тăрăр;

(21) эсир сылтăмалла пăрăнсассăн та, сулахаялла пăрăнсассăн та хăвăр хыçăрта: «акă çул, çакă çулпа кайăр» тенине илтетĕр.

(22) Ун чухне эсир кĕмĕлÿпе сăрнă йĕрĕхсене, ылтăнупа сăрнă йĕрĕхсене ирсĕрлĕх вырăнне хуратăр; вара вĕсене йĕрĕнчĕк япалана кăларса ывăтнă пек кăларса пăрахăн; вĕсене: «таси паха» тейĕн.

(23) Вара Вăл эсĕ акса хăварнă вăрлăх валли çумăр ярса парĕ, тырпулпа çĕр çимĕçĕ тулăх та сĕтеклĕ пулĕ; çавă кун санăн кĕтĕвÿсем анлă улăх-çаранра çÿрĕç.

(24) Уй-хир сухалакан вăкăрсемпе ашаксем тăвар сапнă, кĕреçепе те сенĕкпе сăвăрнă апат çийĕç.

(25) Хăрушла пĕтерес кун çитсессĕн, пашнесем ишĕлсе ансассăн, кирек хăш çÿллĕ ту çинче те, кирек хăш çÿллĕ сăрт çинче те çăлсем тапса тухĕç.

(26) Çавă кун, Çÿлхуçа Хăй халăхĕн суранĕсене çыхса янă чухне, унăн суранлатнă вырăнĕсене сипленĕ чухне, уйăх çути хĕвел çутийĕ пекех пулĕ, хĕвел çути вара çичĕ хут çутăрах, çичĕ кун хушшинчи çутă чухлех пулĕ.

(27) Акă Çÿлхуçа аякран килет, Унăн çилли хыпса çунать, çулăмĕ хăватлă, Унăн чĕлхи-çăварĕнче — тарăху, Унăн чĕлхи — тĕппипе пĕтерекен вут-çулăм,

(28) Вăл сывлани вара — халăхсене вилĕм алипе алламашкăн сарăлса пы-нăçемĕн мăй таран хăпаракан шыв пек; вăл — халăхсене йăнăш çул çине илсе каякан çăварлăх пек.

(29) Сирĕн патăрта вара, аслă уяв каçĕнчи пек, юрлани илтĕнсе тăрĕ, Турă тăвĕ çине, Израиль тĕрекĕ патне шăхличĕ каласа улăхакан çын пек пĕтĕм чун-чĕререн савăнăн.

(30) Çÿлхуçа кисретÿллĕ сассипе кĕмсĕртеттерсе ярĕ те хаяр çилĕре, хыпса çăтакан вут-çулăмра, çил-тăвăлра, шыв тулнинче, шултăра чул евĕрлĕ пăр тăкăннинче Унăн хăватлă аллине, тавăракан аллине курĕç.

(31) Çÿлхуçа сассине илтсессĕн, Ассур чĕтресе ÿкĕ, Çÿлхуçа ăна хăйĕн туйипе аркатса тăкĕ.

(32) Ун çине тăснă Çÿлхуçа туйи аркатнă хушăра тÿнкĕрпе кĕсле сасси илтĕнсе тăрĕ, Вăл ăна хирĕç тĕппипе пĕтерекен вăрçăпа тухĕ.

(33) Тофет тахçанах хатĕр ĕнтĕ; ăна патша валли те хатĕрленĕ, тарăн та сарлака вăл; унта кăварĕ те, вутти те нумай; Çÿлхуçа вĕрсе илĕ те — вăл кÿкĕрт сапнă пек хыпса илĕ.

31

(1) Пулăшу ыйтса Египета каякансене, вĕсен учĕсене, çар урапийĕсене шанакансене хуйхă çитĕ: вĕсем ĕнтĕ урапи нумай, юланутçисем питех те паттăр теççĕ, вĕсем Израиль Святойĕ енне пăхмаççĕ, Çÿлхуçаран пулăшу ыйтмаççĕ!

(2) Анчах Унра — пĕтĕм ăслăлăх; инкек ярĕ, Хăйĕн сăмахне каялла тумĕ; çылăхлисен килне хирĕç, йĕркесĕр пурăнакансен пулăшăвне хирĕç çĕкленĕ.

(3) Египет çыннисем — этем кăна, Турă мар; учĕ-урхамахĕ те — ÿт кăна, сывлăш-хăват мар. Çÿлхуçа аллине тăсĕ те — хÿтĕлекенĕ такăнĕ, хÿтлĕх тупнийĕ кайса ÿкĕ, вара пурте пĕрле пĕтĕç.

(4) Çÿлхуçа мана çапла каларĕ: хăйне чылай кĕтÿçĕ ĕрленине уяман арăслан пек, вĕсен шăв-шавĕнчен шикленмен, вĕсем йышлă пулнинчен хăрамасăр тупăшĕ патĕнчен чакман выçă арăслан пек, Саваоф Çÿлхуçа Сион çине анĕ, çак сăртшăн çапăçĕ.

(5) Кайăк чĕпписене хÿтĕленĕ пек, Саваоф Çÿлхуçа Иерусалима хупăрласа тăрĕ, хÿтĕлĕ, ирĕке кăларĕ, хĕрхенĕ, çăлса хăварĕ.

(6) Израиль ывăлĕсем, хăвăр Камран пăрăнса кайрăр — Çавăн патнех пырăр!

(7) Çавă кун кирек кам та хăйĕн кĕмĕл йĕрĕхĕсемпе ылтăн йĕрĕхĕсене, хăвăр аллăрсем хăвăра çылăха кĕртме ăсталанăскерсене, пуççапма пăрахĕ.

(8) Ассур этемĕн хĕçне пула пĕтмĕ, этемĕн хĕçĕ тивмĕ ăна — хĕçрен тарса хăтăлĕ вăл, унăн яш ачисем вара тыткăна лексе чура пулĕç.

(9) Сехĕрленсе ÿкнĕ Ассур хăй тĕрекĕ умĕнченех чупса иртсе кайĕ; унăн çулпуçĕсем ялавран хăраса ÿкĕç, тет Çÿлхуçа; Унăн вучĕ — Сион çинче, вучахĕ — Иерусалимра,

32

(1) Акă Патша патшалăха тÿрĕлĕхпе тытса тăрĕ, аслă çынсем саккуна пăхăнса, тĕрĕссине туса тăрĕç;

(2) вĕсем кашнийĕ çил-тăвăлран, йĕпе-сапаран хăтăлмалли хÿтлĕх пек, пушхирти çăлкуçĕ пек, çунса-ĕнсе выртакан çĕрти çÿллĕ тăвăн сулхăн ĕмĕлки пек пулĕç.

(3) Вара куракансен куçĕсем хупăнмĕç, илтекенсен хăлхисем тăнласах тăрĕç.

(4) Çăмăлттайсен чĕри те тĕплĕн шухăшлама пуçлĕ; селĕп чĕлхеллисем те уçăмлăн калаçĕç.

(5) Ентĕ ăссăра чаплă çын темĕç, ултавçăна вăл тÿрĕ этем тесе хисеплемĕç.

(6) Ăссăр çын ухмах сăмах калать, унăн чĕри усал ĕç тĕвĕлет: вăл ултавлă ĕç тăвасшăн, Çÿлхуçана хурласшăн, выçă чуна çăкăрсăр хăварасшăн, ăшĕ хыпнипе çунаканран шывне туртса илесшĕн.

(7) Усал этемĕн ĕçĕсем те — тĕп тăвакан ĕçсем: вăл усал кавар хатĕрлет, чухăн çын айăпсăр пулсассăн та, ăна суя сăмахпа пĕтересшĕн.

(8) Тÿрĕ çын шухăшлама та тÿрри çинчен шухăшлать, тĕрĕссишĕн вăл çирĕп тăрать.

(9) Çăмăлттай арăмсем! тăрăр, манăн сасса тăнлăр; вĕлтĕркке хĕрсем! хăлхăра ман сăмах енне тайăр!

(10) Çулталăк та темиçе кунранах сехĕрленсе ÿкетĕр эсир, çăмăлттайсем! иçĕм татасси пулаймĕ, тырă вырас вăхăт çитеймĕ.

(11) Вара, вĕлтĕрккесем, хăраса каятăр! çăмăлттайсем, сехĕрленсе ÿкетĕр! тумăрсене хывса пăрахăр, çарамасланăр, ĕнтĕ хуйхă кĕпипе витĕнĕр.

(12) Ытарайми уй-хиршĕн, тулăхлă иçĕм пултранкишĕн кăкăра çапсах кулянĕç.

(13) Ман халăхăмăн çĕрĕ çинче йĕплĕ курăк та çумкурăкĕ ÿсĕ, хавас шавлă хулари савăнăçлă çуртсенче те çапла пулĕ,

(14) – (15) мĕншĕн тесессĕн керменсене пăрахса хăварĕç; шавлă хуларан тухса кайĕç; вара пирĕн çине тÿперен Сывлăш аниччен, пушхир сат пулса тăриччен, сат пахчине вăрман тесех шутлама пуçличчен Офел сăрчĕпе пашне хир ашакĕсемпе кĕтÿсемшĕн ту хушăкĕ вырăнне пулĕç, вĕсем çавăнта хÿтлĕх тупĕç.

(16) Ун чухне çакă пушхире сут çитĕ, тулăх çĕрлĕ хирте тÿрĕ сут тăрĕ.

(17) Тÿрĕлĕхĕн ĕçĕ тăнăçлăх пулĕ, тÿрĕ сутăн ĕçĕ ĕмĕрлĕх лăпкă та тăнăç самана пулĕ.

(18) Вара манăн халăхăм тăнăçлă вырăнта, шанчăклă ял-хулара, телейлисем канлĕх куракан çĕрте пурăнĕç.

(19) Ĕнтĕ пăр вăрман çине ÿкĕ, хула ишĕлсе анĕ.

(20) Шывсем çывăхне акакансем, вăкăрпа ашака унта кĕтсе çÿрекенсем, телейлĕ эсир!

33

(1) Эй тустаракан, сана тустарманччĕ-ха, эй çаратакан, сана çаратманччĕ-ха, акă сана хуйхă çитĕ! Хăв тустарса пĕтерсессĕн хăвна та тустарĕç; хăв çаратса пĕтерсессĕн хăвна та çаратĕç.

(2) Эй Çÿлхуçамăр! каçар пире; эпир Сана шанса тăратпăр; мĕн иртенпех пирĕн вăй-халăмăр, йывăр вăхăтра пирĕн çăлăнăçăмăр пулсамччĕ.

(3) Санăн хăрушă сассуна илтсе халăхсем тарма пуçлĕç; Эсĕ çĕкленсессĕн ăрусем сапаланĕç,

(4) лĕпĕш хурчĕ епле çаратса хăварать, сирĕн тупăшăра çапла çаратĕç, ăна хĕрлĕ шăрчăк тапăннă пек тапăнĕç.

(5) Тÿпере пурăнакан Çÿлхуçамăр аслă; Сионра Вăл тÿрĕ сутпа чăнлăха çирĕплетрĕ.

(6) Саншăн лăпкă самана çитĕ, çăлăнăç та, ăслăлăх та, Турра пĕлни те туп-тулли пулĕ, Çÿлхуçаран хăрани санăн иксĕлми мулу пулĕ.

(7) Акă вĕсен паттăрĕсем урамра кăшкăраççĕ; килĕшÿ ыйтма янă элчĕсем татăлсах йĕреççĕ.

(8) Çулсем пушаннă; çÿревçĕсем çук; вăл килĕшĕве татнă, хуласене аркатнă — çынсене нимĕн вырăнне те хумасть.

(9) Çĕр пăшăрханать, типет; намăса юлчĕ, шанса кайрĕ; Сарон пуш-хир евĕрлĕ пулчĕ, Васан та, Кармил та — çулçăсăр, çаралса юлчĕç.

(10) Паян Эпĕ çĕкленĕп, тет Çÿлхуçа, паян аслăлăхăма кăтартăп, паян çĕкленĕп.

(11) Эсир утăпа пĕтĕленнĕ, çуратма вара улăм çуратса паратăр; Манăн сывлăшăм — вут-çулăм, вăл сире çунтарса ярĕ.

(12) Халăхсем ĕнтĕ çунакан акшар пек пулĕç, касса тăкнă йĕплĕ тĕм пек, вут-çулăмпа çунса кайĕç.

(13) Эй аякрисем, Эпĕ мĕн тăвассине итлĕр-ха; çывăхрисем, эсир те Манăн хăватăма курăр.

(14) Сион çинче çылăхлисем сехĕрленсе ÿкрĕç; йĕркесĕр çынсем чĕтреве ерчĕç: «пĕтĕмпех тĕп тăвакан вут-кăвар вăхăтĕнче пирĕнтен хăшĕ пурăнма пултарĕ? ĕмĕр сÿнми çулăм вăхăтĕнче пирĕнтен хăшĕ пурăнма пултарĕ?»

(15) Кам айăпсăр çÿрет, тÿррине калать, кам ыттисене хĕссе мул пухасран йĕрĕнет, аллине сĕрев илессинчен тытса чарать, юн юхтарасси çинчен илтес марччĕ тесе хăлхине хуплать, усал ĕçе курас марччĕ тесе куçне хуплать —

(16) çавă çÿлте пурăнĕ; çĕнтерейми чул ту унăн хÿтлĕхĕ пулĕ; ăна çăкăр парĕç; шывĕ те иксĕлмĕ унăн.

(17) Санăн куçу Патшана илемлĕн те чаплăн курĕ, Эсĕ аякри çĕре те курăн.

(18) Унчченхи тискерлĕхсене аса илĕн те: «хырçă тÿлемеллине çырса çÿрекенĕ ăçта-ши? куланая виçекенĕ ăçта-ши? пашнесене тĕрĕслесе çÿрекенĕ ăçта-ши?» тейĕн.

(19) Хаяр халăха, тĕлсĕр-йĕрсĕр, уçăмсăр калаçакан халăха, ăнланмалла мар чĕлхепе пуплекен халăха текех курмăн та эсĕ.

(20) Сион çине, хамăр уявсенче халăх пухăнакан хула çине, пăхса ил-ха; санăн куçусем Иерусалима, канăçлăх вырăнне, пĕр хускалмасăр ларакан кĕлĕ чатăрне курĕç; унăн юписене нихăçан та кăлармĕç, ĕнтĕ унăн пĕр вĕренĕ те татăлас çук.

(21) Пирĕн унта юханшывсем вырăнне, алтса тунă шыв çулĕсем вырăнне аслă Çÿлхуçамăр пулĕ; унта кĕсменлĕ пĕр кимĕ те кĕреймĕ, пысăк карап та иртеймĕ:

(22) Çÿлхуçа — пирĕн тÿре, Çÿлхуçа — пирĕн саккунçă, Çÿлхуçа — пирĕн патша; Вăл пире çăлĕ.

(23) Санăн вĕренÿсем пушаннă, карап юпи-не тытса тăраймаççĕ, парăса карăнтарма пултараймаççĕ. Ун чухне суккăррисем те пысăк тупăш пайлĕç, ĕнтĕ уксаххисем те çаратма тухса чупĕç.

(24) Çавăнта пурăна-кан халăхăн çылăхĕсем каçарăнĕç, çавăн-па пĕри те: «эпĕ чирлĕ» тесе каламĕ.

34

(1) Эй халăхсем, килĕр, эй йăхсем-ăрусем, итлĕр те тăнлăр! çĕр те, ун çинче мĕн пурри те, çут тĕнче те, унта çуралакансем те — пурте илтчĕр!

(2) Ĕнтĕ Çÿлхуçа çилли пур халăх çинче, Унăн хаярлăхĕ вĕсен мĕнпур эшкерĕ çинче тăрать. Вăл вĕсене пĕтмелле тупаларĕ, вĕсене вĕлерме тытса пачĕ.

(3) Вĕсен вĕлерсе пăрахнă çыннисем сапаланса выртĕç, вĕсен виллисенчен усал шăршă сарăлĕ, вĕсен юнĕпе тусем-сăртсем исленĕç.

(4) Тÿпери мĕнпур çар каврайса кĕлленĕ; пĕлĕтсем хут чĕркемĕ пек пĕтĕрĕнĕç; вара вĕсен пĕтĕм çарĕ иçĕм пултранки çинчен ÿкекен çулçă пек, смоква йывăçĕн типнĕ çулçи пек тăкăнĕ.

(5) Тÿпере Манăн хĕçĕм курăнчĕ: акă вăл сут тумашкăн Эдом çине, Эпĕ пĕтермелле тупаланă халăх çине анать.

(6) Çÿлхуçа хĕçĕ юнпа тăранĕ, çупа самăрланĕ, путексен, качака такисен юнĕпе, сурăх пÿрисенчен илнĕ çупа самăрланĕ: Восорта — Çÿлхуçа парнийĕ, Эдом çĕрĕнче пусса памалли нумай-ха.

(7) Вĕсемпе пĕрле хир вăкăрĕсем, вăкăрсемпе пĕрле пăрусем те тĕшĕрĕлсе анĕç — вĕсенĕн çĕрĕ юнпа шăварăнĕ, тăприйĕ çупа исленĕ,

(8) мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçанăн тавăру кунĕ, Сионшăн тавăрмалли çулталăкĕ çитнĕ.

(9) Унăн юханшывĕсем сăмала пулĕç, унăн тăприйĕ кÿкĕрт пулĕ; унăн çĕрĕ çунса тăракан сăмала пулĕ:

(10) кăнтăрла та, çĕрле те сÿнмĕ; унăн тĕтĕмĕ ĕмĕрĕпех йăсăр-ланса тăрĕ; çĕр вара йăхран йăхах пуш-пушă выртĕ; ун çийĕн ĕмĕрĕпе те никам та утса иртеймĕ;

(11) унта тăманапа чĕрĕп хуçаланĕ; вăл çĕре ÿхĕпе çăхан вырăнаçĕ; аркатма палăртса вĕрен карăнтарĕç, ăна тÿп-тÿрĕ антарĕç.

(12) Çав çĕрĕн чаплă çыннисенчен патшана лартма юрăхли пĕр никам та юлмĕ, улпучĕсем те ниме тăман çынсем пулса кайĕç.

(13) Керменĕсем йĕплĕ курăк айне, керемĕсем вĕлтĕренпе куршанак айне пулĕç, çав çĕр шакалсен килĕ, страуссен хÿтлĕхĕ пулĕ.

(14) Ăна пуш-хир кайăкĕсемпе хир кушакĕсем иленĕç, унта арçурисем кăшкăрашса хире-хирĕç сас парĕç; унта çĕрлехи ĕмĕлке канма пырĕ, хăйне валли канăçлăх тупĕ.

(15) Унта вĕçекен çĕлен йăва çавăрĕ, çăмарта туса чĕпĕ кăларĕ, вĕсене хăй хÿтлĕхне пуç-тарĕ; унта хăлатсем пухăнĕç, мăшăрăн-мăшăрăн вĕçсе анĕç.

(16) Çÿлхуçа кĕнекинче шыраса тупăр та вулăр; вĕсенчен нихăшĕ те килмесĕр юлмĕ; пĕри тепĕрне ылмаштармĕ: вĕсене Унăн чĕлхи-çăварĕ хушса каланă, вĕсене Унăн сывлăшĕ хăй пуçтарĕ.

(17) Вăл Хăй вĕсене шăпа кăларса панă, Унăн алли çав çĕре вĕсене виçсе уйăрса панă; вĕсем унта ĕмĕрĕпех хуçаланĕç, ăруран ăрăва çавăнта пурăнĕç.

35

(1) Пушхир, типĕ çĕр хĕпĕртенĕ, этем пурăнман çĕр хавасланĕ, нарцисс евĕр чечекленĕ;

(2) ытарайми чечекленĕ, савăнĕ, хĕпĕртенĕ, хавасланĕ; ăна Ливанăн мухтавĕ, Кармилпа Саронăн чаплăлăхĕ çитĕ. Вара Çÿлхуçанăн мухтавлăхне, Туррăмăрăн аслăлăхне курĕç.

(3) Халсăрланнă алăсене çирĕплетĕр, чĕтрекен чĕркуççисене хытарăр;

(4) хавшак чунлисене калăр: «тĕреклĕ тăрăр, ан хăрăр; акă сирĕн Туррăр, ĕнтĕ тавăру, Турă тавăрасси килет; Вăл килĕ, çăлĕ сире».

(5) Ун чухне суккăррисен куçĕ курма пуçлĕ, илтменнисен хăлхийĕ уçăлĕ.

(6) Ун чухне уксаххи пăлан пек сиксе тăрĕ, чĕлхесĕррин чĕлхи юрласа ярĕ; ĕнтĕ пушхирте шывсем тапса тухĕç, çеçенхирте юхăм шыв юхма пуçлĕ.

(7) Куçа шыв пек курăнни — кÿлĕ, типсе хăрăннă çĕр çăлкуç пулса тăрĕ; шакал канăçлăх курса пурăнакан çĕрсенче чаканпа хăмăш ÿсе пуçлĕ.

(8) Унта аслă çул пулĕ, çав çÿрекен çула сăваплă çул тейĕç: таса марри вăл çулпа çÿреймĕ; вăл пĕр вĕсем валли çеç пулĕ; çав çулпа çÿрекенсем, пĕлсех каймаççĕ пулин те, аташмĕç.

(9) Унта арăслан пулмĕ, тискер кайăк та ун çине пырса пусаймĕ; ăна валли унта вырăн пулмĕ, çав çулпа çăлăннисем çеç çÿрĕç.

(10) Çÿлхуçа хăтарса хăварнисем каялла таврăнĕç, Сион çине килнĕ чухне хавассăн кăшкăра-кăшкăра илĕç; вĕсен пуçĕ çийĕнче ĕмĕрлĕх савăнăç тăрĕ; вĕсем савăнăçпа телей тупĕç, хурланасси, ассăн сывласси çухалĕ.

36

(1) Езекия вунтăваттăмĕш çул пат-шара ларнă чухне Сеннахирим, Ассири патши, Иудейăн мĕнпур çирĕплетнĕ хулине хирĕç тапранса тухнă та пĕтĕмпех ярса илнĕ.

(2) Ассири патши вара Лахис хулинчен Иерусалима Езекия патша патне Рабсакпа пĕрле пысăк çар янă; лешĕ пир-авăр шуратмалли хире каякан çул çинче, Тури пĕвен шыв çулĕ патĕнче, чарăнса тăнă.

(3) Ун патне кермен пуçлăхĕ Хелкия ывăлĕ Елиаким, Севна çыруçă тата самана çыруçи Асаф ывăлĕ Иоах тухнă.

(4) Рабсак вĕсене çапла каланă: Езекияна пĕлтерĕр: аслă патша, Ассири патши, çапла калать, тейĕр: мĕн шанăçĕ пур санăн, эсĕ кама шанатăн?

(5) Пушă сăмах çеç калатăн эсĕ: вăрçă вăрçма вара ăспуç тата вăй кирлĕ: манран уйăрăлса, халĕ эсĕ кама шанса тăратăн?

(6) Эсĕ акă Египет çине, çавă хуçăк туя çине, тĕревленме шутлатăн; вăл туя хăй çине таянаканăн аллине тăрăнса шăтарсах тухĕ! Фараон, Египет патши, хăйне шанса тăракансемшĕн шăп çавăн пек пулать те.

(7) Эхер те эсĕ мана: «эпир хамăрăн Çÿлхуçа Туррăмăра шанатпăр» тетĕн пулсассăн, Езекия вара Ăна тÿпем вырăнсенче парне кÿнине чарса лартрĕ те Иудăна тата Иерусалима çапла каларĕ: «çакă парне вырăнĕнче кăна пуççапăр» терĕ. Çав Турра шанатăр-и эсир? тет, тейĕр.

(8) Эппин, эсĕ манăн хуçампа, Ассири патшипе, килĕштер: эпĕ сана икĕ пин урхамах паратăп; вĕсем валли çавăн чухлĕ юланутçă тупма пултараятăн-и?

(9) Эсĕ ман хуçамăн чурисенчен — çарпуçсенчен — пĕрне те пулин, чи вăйсăррине те пулин, каялла чактарма пултараятăн-и? Египетăн çар урапийĕсене, утлă çарне шанатăн-и?

(10) Çакă çĕре аркатмашкăн эпĕ кунта Çÿлхуçа ирĕкĕсĕр килнĕ-и? Çÿлхуçа мана: «çавă çĕр çине кай та аркатса тух ăна» терĕ.

(11) Вара Елиаким, Севна тата Иоах ĕнтĕ Рабсака çапла каланă: эсĕ хăвăн чурусене арамейла кала — эпир ăнланатпăр; пирĕнпе еврейла ан калаç — пире хÿме çинчи çынсем илтме пултараççĕ, тенĕ.

(12) Рабсак каланă вара: ку сăмахсене манăн хуçамăм санăн хуçуна та сана çеç калама хушнă тетĕн-им? Çук, эпĕ хÿме çинче ларакансене те калатăп, акă вĕсем сирĕнпе пĕрле хăйсен каяшне çиме пуçлĕç, хăйсен шăкне ĕçме пуçлĕç, тенĕ.

(13) Ĕнтĕ Рабсак тăнă та хыттăн кăшкăрса еврейла пĕлтернĕ, çапла каланă: эй аслă патшанăн, Ассири патшийĕн, сăмахне итлĕр!

(14) Патша çапла калать: Езекия сире ан илĕрттĕр — вăл сире çăлма пултараймасть;

(15) «пире Çÿлхуçа çăлса хăварать, ку хула Ассири патшийĕн аллине лекмест» тесе, Езекия сире Çÿлхуçа ячĕпе кăлăхах ан шантартăр.

(16) – (17) Езекияна ан итлĕр: Ассири патшийĕ çапла калать: манпа тату тăвăр, ман патăма тухăр, эпĕ сире çак çĕр евĕрлех тепĕр çĕре — тырăпа эрех çĕрне, улма-çырлапа иçĕм пахчийĕсен çĕрне — илсе кайиччен кашниех хăйĕн иçĕмне, хăйĕн смоква йывăçĕн çимĕçне çитĕр, хăй çăлĕнчи шыва ĕçтĕр.

(18) Çапла вара Езекия: «пире Çÿлхуçа çăлса хăварать» тесе ан илĕрттĕр сире. Халăхсене хăйсен туррисем Ассири патши аллинчен çăлса хăварчĕç-и? пĕр турри те пулин хăй çĕрне çăлайрĕ-и?

(19) Емаф тата Арпад туррисем ăçта халь? Сепарваим туррисем ăçта? Самарие манăн аллăмран хăтарайрĕç-и вĕсем?

(20) Çавă çĕрсен мĕнпур турринчен хăшĕ те пулин хăйĕн çĕрне манăн аллăмран çăлса хăварчĕ-и? Çÿлхуçа Иерусалима манăн аллăмран çăлса хăварайĕ-ши вара? тет манăн патшамăм, тенĕ Рабсак.

(21) Анчах та лешĕсем чĕнмен, ăна хирĕç пĕр сăмах та чĕнмен, мĕншĕн тесессĕн патша хытарсах каласа хунă пулнă: «ăна нимĕн те ан калăр» тенĕ.

(22) Вара Елиаким — Хелкия ывăлĕ, патша керменĕн пуçлăхĕ — тата Севна çыруçă, тата Асаф ывăлĕ Иоах, самана çыруçи, çири тумне туртса çурнăскерсем, Езекия патне çитсе ăна Рабсак сăмахĕсене каласа панă.

37

(1) Çакна илтсессĕн Езекия патша çири тумне туртса çурнă та хуйхă тумтирĕ тăхăнса Çÿлхуçа Çуртне кайнă.

(2) Вăл патша керменĕн пуçлăхне Елиакима, Севна çыруçăна тата аслă священниксене, хуйхă тумтирĕ тăхăннăскерсене, Исаия пророк патне, Амос ывăлĕ патне, янă.

(3) Вĕсем ăна каланă: Езекия çапла калать: çакă кун — хурлăх кунĕ, хаса тÿсмелли, мăшкăл курмалли кун: ĕнтĕ ачисем амăшĕн варĕнчен тухасси патнех çитнĕ, анчах çуратма вăй çук.

(4) Тен, санăн Çÿлхуçа Турру Рабсак сăмахĕсене илтĕ: ăна хуçи, Ассири патши, кунта чĕрĕ Турра хурлама, хăртма янă, Çÿлхуçа Турру илтнĕ сăмахсемпе хăртма янă; чĕрĕ юлнисемшĕн, сыввисемшĕн, кĕлтусамччĕ, тет, тенĕ.

(5) Çапла Езекия патша тарçисем Исаия патне пынă.

(6) Исаия вĕсене каланă: хуçăра çапла калăр: Çÿлхуçа çапла калать тейĕр: Ассири патшийĕн тарçисем Мана хăртса каланă сăмахсенчен, хăв та илтнĕ сăмахсенчен, ан хăра.

(7) Акă Ман ирĕкĕмпе ун патне çил пĕр хыпар çитерĕ те, вăл каялла хăй çĕрне таврăнĕ, вара Эпĕ ăна хăйĕн çĕрĕнчех хĕçпе тĕп тăвăп, тет, тенĕ.

(8) Рабсак каялла Ассири патши патне таврăннă, лешĕ ун чухне Лахис патĕнчен кайса Ливнăна хирĕç çапăçнă пулнă.

(9) Ассири патши ĕнтĕ Эфиопи патши Тиргак çинчен хыпар илтнĕ; ăна: Тиргак санпа çапăçма килет, тенĕ. Вара вăл каллех Езекия патне элчĕсем янă:

(10) Езекияна, Иудея патшине, çапла калăр: сана хăвăн Турру, «Иерусалим Ассири патшийĕн аллине лекес çук» тесе шантаракан Турру, ан улталатăрччĕ.

(11) Ассири патшисем хăйсем çавăрса илнĕ çĕрсене мĕн-мĕн тунине, вĕсене тĕппипех пĕтермелле тупаланине эсĕ илтнех ĕнтĕ — эсĕ тĕрĕс-тĕкел юлайăн-ши вара?

(12) Пирĕн аттесем аркатса тăкнă халăхсен туррисем çăлса хăварайнă-и вĕсене? Гозана, Хорана, Рецефа, Фалассарти Еден ывăлĕсене çăлайнă-и?

(13) Емаф патши, Арпад патши ăçта, Сепарваим хулин патши ăçта, Ена тата Ивва патшисем ăçта халь? тейĕр, тенĕ.

(14) Езекия элчĕсен аллинчи çырăва илсе вуланă та Çÿлхуçа Çуртне кайнă, Езекия çырăва Çÿлхуçа умне уçса хунă.

(15) Езекия ĕнтĕ Çÿлхуçа умĕнче кĕлтунă, çапла каланă:

(16) эй херувимсем çинче ларакан Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Туррийĕ! Эсĕ — çĕр çинчи мĕнпур патшалăхăн пĕртен-пĕр Туррийĕ; Эсĕ тÿпепе çĕре пултарнă.

(17) Эй Çÿлхуçамăр, хăлхуна тайсамччĕ, илтсемччĕ; эй Çÿлхуçамăр, куçна уçсамч-чĕ, курсамччĕ, Сана, чĕрĕ Турра, хăртма çын янă Сеннахирим сăмахне илтсемччĕ!

(18) Эй Çÿлхуçамăр, чăнах çапла — Ассири патшисем çĕршывсене, вĕсен çĕрĕсене çаратса тухрĕç,

(19) вĕсен туррисене вут-çулăма ывăтрĕç; анчах та вĕсем турăсем мар, этем алли ăсталанă йĕрĕхсем — йывăç та чул, çавăнпа тĕп тунă та ĕнтĕ вĕсене.

(20) Эй Çÿлхуçа Туррăмăр, паян пире унăн аллинчен çăлсамччĕ, вара çĕр çинчи патшалăхсем пурте Эсĕ çеç, Çÿлхуçамăр, Эсĕ çеç пĕртен-пĕр Турă иккенне ăнланса илĕç, тенĕ.

(21) Вара Исаия, Амос ывăлĕ, Езекия патне хыпар янă: Израилĕн Çÿлхуçа Турри çапла калать: эсĕ Мана Ассири патшине Сеннахирима хирĕç каласа кĕлтурăн.

(22) Çÿлхуçа ун пирки каланă сăмах çакă: Сион хĕрĕ, ар курман хĕр, йĕрĕнĕ те кулĕ санран, Иерусалим хĕрĕ тĕлĕнсе сан хыçран пуçне сулса юлĕ.

(23) Кама хурларăн, кама хăртрăн эсĕ? кама кăшкăрсах ятларăн? кам умĕнче пуçна каçăртрăн? Израиль Святойĕ умĕнче!

(24) Чурусем урлă эсĕ Çÿлхуçана хурларăн, çапла каларăн: «вăрçă урапи манăн имсĕр-сумсăр, эпĕ вĕсемпе ту тăрринех, аякĕ çинех, хăпартăм, унти кервен кедрсене, хÿхĕм кипариссене касса тăкрăм, чи çÿллĕ вырăнне, ытарайми йывăç пахчине, çитсе кĕтĕм;

(25) ĕнтĕ çăл чаврăм, шыв ĕçрĕм; хамăн ура лаппипе Египетăн мĕнпур юханшывне таптаса типĕтсе тухăп» терĕн.

(26) Эпĕ сĕм авалах çапла тунине эсĕ илтмен-им вара? Эпĕ çакна авалхи кунсенчех палăртса хунă, халĕ пурăнăçа килтертĕм: эсĕ тĕреклĕ хуласене аркататăн, вĕсенчен ишĕлчĕк купи тăватăн.

(27) Унта пурăнакансем халсăрланчĕç, чĕтреççĕ, намăс кураççĕ. Вĕсем халĕ — хирти курăк пек, имшер калча пек, çурт тăррине шăтнă хунав пек, пучаха ларичченех вĕтеленнĕ тырпул пек.

(28) Ларатăн-и эсĕ, тухатăн-и, кĕретĕн-и — Эпĕ пĕтĕмпех пĕлетĕп, эсĕ Мана хирĕç чăрсăрланнине те пĕлетĕп.

(29) Çапла Мана хирĕç чăрсăрланнăшăн, эшкерÿсен Ман патăмах çитнĕ шавĕшĕн сăмсунтан Хамăн ункăна тирсе ярăп, çăварна Хамăн çăварлăха хыптарăп, вара сана хăв килнĕ çулпах каялла çавăрса ярăп.

(30) Езекия, акă сана паллă паратăп: кăçал эсир иртнĕ çулхи тырра, килес çул хăй тĕллĕн ÿссе пиçнине çийĕр; виççĕмĕш çулне вара акăр та вырса илĕр, иçĕм пахчийĕсем лартăр та вĕсен çимĕçне çийĕр.

(31) Ĕнтĕ Иуда килĕнче сыхланса юлнă йăлкăм каллех çĕрелле тымар ярĕ те çÿлте çимĕç кÿрĕ:

(32) Иерусалимран йăлкăм тухĕ, Сион тăвĕ çинче çăлăнса юлнисем пулĕç. Саваоф Çÿлхуçа пулăшса хытă тăнипе пулĕ ку.

(33) Çÿлхуçа çавăнпа Ассири патши пирки çапла калать: «вăл ку хулана кĕреймĕ, çĕмренне унта переймĕ, хулкан тытса ун çывăхне пыраймĕ, ун тавра тăпра хÿме купалаймĕ.

(34) Хăй мĕнле çулпа килнĕ, çав çулпах каялла таврăнĕ, ку хулана кĕреймĕ,

(35) Эпĕ ку хулана Хамăншăн тата Давид чурамшăн çăлса хăварас тесе хÿтĕлетĕп» тет Çÿлхуçа.

(36) Вара Çÿлхуçа Ангелĕ çитнĕ те Ассири çарĕн тапăрĕнче çĕр сакăрвунă пилĕк пин çынна тĕп тунă. Ирхине тăраççĕ те — акă пурте вилĕ выртаççĕ.

(37) Сеннахирим ĕнтĕ, Ассири патши, каялла чакнă, каялла таврăннă, кайран вара Ниневире пурăннă.

(38) Вăл хăй туррин, Нисрохăн, çуртĕнче кĕлтунă вăхăтра ăна ывăлĕсем, Адрамелех тата Шарецер, хĕçпе касса вĕлернĕ, хăйсем вара Арарат çĕрне тухса тарнă. Ун вырăнне патшана Асардан, унăн ывăлĕ, ларнă.

38

(1) Çавă кунсенче Езекия вилмеллех чирлесе ÿкнĕ. Ун патне Исаия пророк, Амос ывăлĕ, пынă та каланă ăна: Çÿлхуçа çапла калать: хăвăн килÿ валли халал хăвар: эсĕ вилетĕн, чĕрĕлейместĕн, тет, тенĕ.

(2) Вара Езекия стена енне çаврăнса выртнă та Çÿлхуçана кĕлтуса каланă:

(3) эй Турăçăм! эпĕ Санăн умунта тĕрĕс çÿренине, Сана чун-чĕререн парăнса пурăннине, Сана юрăхлине çеç туса пурăннине асна илсемччĕ, тенĕ. Езекия ĕсĕклесех йĕрсе янă.

(4) Вара Исаийăна Çÿлхуçаран сăмах пулнă, ăна çапла каланă:

(5) кай та Езекияна кала: Çÿлхуçа, Давид аçун Туррийĕ, çапла калать, те: Эпĕ санăн кĕллÿне илтрĕм, санăн куççульне куртăм, акă ĕнтĕ санăн пурăнас кунусем çумне тата вунпилĕк çул хушса паратăп,

(6) сана тата çакă хулана Ассири патши аллинчен хăтаратăп, çакă хулана хÿтĕлетĕп.

(7) Сана Çÿлхуçаран паллă пулĕ, ку — Çÿлхуçа Хăй каланă сăмаха пурăнăçланине пĕлтерекен паллă.

(8) Акă Ахаз картлашкийĕсем çине ÿкнĕ хĕвел мĕлкине Эпĕ вунă картлашка каялла шутарăп, тенĕ. Вара хĕвел каялла чакнă, мĕлке те вунă картлашка каялла шунă.

(9) Езекия, Иудея патши, хăй чирленĕ чухне тата чиртен сывалса çитсессĕн тунă кĕлĕ:

(10) «ĕнтĕ çапла шухăшларăм: ĕмĕрĕм варринчех çĕр тĕпĕн хапхинчен кĕмел-ле иккен манăн; эпĕ юлашки çулсемсĕр юлтăм.

(11) Çÿлхуçана кураймăп, Çÿлхуçана чĕррисен çĕрĕ çинче кураймăп; çак тĕнчере пурăнакан çынсене те эпĕ урăх кураймăп;

(12) кĕтÿçĕ хÿшшине куçарнă пек, манăн килĕме вырăнĕнчен куçараççĕ, ман патăмран илсе каяççĕ; пир тĕртекенĕ пирне тĕркеленĕ пек, манăн та пурăнăçăма тĕркелес пулать-мĕн; мана Вăл пир кумминчен касса пăрахĕ; Эсĕ мана вилĕм парасса кунĕн-çĕрĕн кĕтрĕм.

(13) Ирчченех кĕтрĕм эпĕ; арăслан пек, Вăл манăн пĕтĕм шăммăм-шаккăма тĕпретрĕ; Эсĕ мана вилĕм парасса кунĕн-çĕрĕн кĕтрĕм.

(14) Сассăм тăрна сасси, чĕкеç сасси евĕрлех, кăвакарчăн евĕр йынăшрăм эпĕ; куçăм вĕçсĕр тÿпенелле пăхса ĕшенчĕ: эй Турăçăм! йывăр-çке мана, çăлсамччĕ мана.

(15) Мĕнех калайăп? Мана мĕн каларĕ — çапла турĕ те Вăл. Чунăмри хурлăха асра тытса, юлашки пурăнăçăма сапăр пурăнса ирттерĕп.

(16) Эй Çÿлхуçамăр! çапла пурăнаççĕ, çакă мана та чĕм кĕртрĕ; Эсĕ мана сыватăн, мана пурăнăç пиллĕн.

(17) Маншăн ырра пулчĕ çак пысăк хуйхă, Эсĕ манăн чунăма вилĕм шăтăкне лекес-рен хăтартăн, манăн пур çылăхăма Хăвăн çурăму хыçне пăрахрăн.

(18) Сана çĕр тĕпĕ мухтамасть, Сана вилĕм те аслăламасть, Санăн тÿрĕлĕхне шанакансем — виле шăтăкĕ мар.

(19) Эпĕ паян мухтанă пек, Сана чĕрри, чĕрри çеç мухтавлĕ: ашшĕ ачисене Санăн тÿрĕлĕхне пĕлтерĕ.

(20) Çÿлхуçа çăлĕ мана; эпир вара хамăр пурăнăç тăршшĕпех Çÿлхуçа Çуртĕнче хĕлĕхĕме янăратса, аслăласа юрлăпăр».

(21) Исаия каланă: смоква касăкĕ илсе килччĕр те юхан-сурана çавăнпа çавăрса çыхчăр; вара вăл сывалать, тенĕ.

(22) Езекия ĕнтĕ: эпĕ Çÿлхуçа Çуртне çÿрессине мĕнле паллă пĕлтерĕ-ши? тенĕ.

39

(1) Çавă вăхăтра Меродах Валадан — Валадан ывăлĕ, Вавилон патши — Езекия патне çыру тата парнесем çитернĕ: вăл Езекия чирлени, сывални çинчен илтнĕ пулнă.

(2) Езекия хăй патне килнĕ элчĕсене хапăлласа йышăннă, вĕсене кермен управăшĕсене, ылтăн-кĕмĕлне, ырă шăршăлăхне, хаклă сĕрĕшĕсене, çар кăралĕн çуртне, хăй çуртĕнчи пĕтĕм хаклă япалине йăлтах кăтартса тухнă — Езекия вĕсене хăй аллинчи пурлăхран пĕр япалине те кăтартмасăр хăварман.

(3) Исаия пророк вара Езекия патша патне пынă та çапла ыйтнă: ку çынсем мĕн каларĕç? вĕсем сан патна ăçтан килсе çитрĕç? тенĕ. Езекия: аякри çĕртен, Вавилонран, килнĕ вĕсем, тенĕ.

(4) Исаия: вĕсем санăн çуртăнта мĕн-мĕн курчĕç? тенĕ. Езекия каланă: ман çуртăмра мĕн пур — пĕтĕмпех курчĕç; вĕсене пурлăх управăшĕсенче мĕн пуррине пĕтĕмпех кăтартрăм, кăтартманни нимĕн те хăвармарăм, тенĕ.

(5) Исаия вара Езекияна каланă: халĕ Саваоф Çÿлхуçа сăмахне итле:

(6) акă вăхăт çитĕ те, çуртăнта мĕн пуррине, аçусем паянхи кунччен мĕн пухнине-пуçтарнине йăлтах Вавилона илсе кайĕç; нимĕн те юлмĕ.

(7) Ывăлусене те — хăвăнтан çуралнă, хăв çураттарнă ывăлусене те — илсе кайĕç, вĕсем ĕнтĕ Вавилон патши керменĕнчи хайрансем пулĕç, тет Çÿлхуçа, тенĕ.

(8) Езекия вара Исаийăна каланă: эсĕ пĕлтернĕ Çÿлхуçа сăмахĕ ырă, тенĕ; унтан çапла хушса ху-нă: эпĕ пурăннă чухне тăнăçлăх та ырă пурăнăç пултăрччĕ, тенĕ.

40

(1) Йăпатăр, Манăн халăхăма йăпатăр, тет сирĕн Туррăр;

(2) Иерусалимпа ăшшăн калаçăр, пĕлтерĕр ăна: ун кĕрешĕвĕн вăхăчĕ тулчĕ, ĕнтĕ ăна хаса панă: айăпне пăрахăçланă, пĕтĕм çылăхĕшĕн Çÿлхуçа ăна икĕ хут тавăрса панă.

(3) Чĕнсе калани илтĕнет: пушхирте Çÿлхуçа валли çул хатĕрлĕр, Туррăмăр валли çеçенхирте сукмаксене тÿрĕ тăвăр.

(4) Айлăм вырăнсем пурте хăпарччăр, тусемпе сăртсем пурте лутраланччăр, кукăр çулсем тÿрленччĕр, тикĕс мар çулсем тикĕсленччĕр.

(5) Вара Çÿлхуçа мухтавлăхĕ килĕ, кирек кам та [Турă çăлнине] курĕ: çапла пулассине Çÿлхуçа Хăй каланă.

(6) Сасă: «пĕлтер!» тет. «Мĕн пĕлтермелле-ха манăн?» терĕм. «Кирек хăш этем те — курăк, унăн пĕтĕм илемĕ — хирти чечек пек.

(7) Çÿлхуçа ун çине вĕрет те — хăрать курăк, тăкăнать чечекĕ: халăх та çаплах — курăк çеç.

(8) Курăк хăрать, чечек тăкăнать, Туррăмăр сăмахĕ вара ĕмĕрех тăрать».

(9) Ырă хыпар пĕлтерекен Сион, çÿллĕ ту çине улăх! Ырă хыпар пĕлтерекен Иерусалим, сассуна хăпарт, вăйлăлат! Вăйлăлат сассуна, ан хăра; Иуда хулисене кала: акă сирĕн Туррăр!

(10) Акă Çÿлхуçа Турă хăватлăн килет, Унăн вăй-халĕ — виçесĕр. Акă Унăн парни те Хăйпе пĕрлех, тавăрса парасси те — Хăй умĕнчех.

(11) Хăйĕн кĕтĕвне Вăл кĕтÿçĕ пекех сыхлĕ; путеккисене алли çине илĕ те кăкăрĕ умĕнче çĕклесе çÿрĕ, сăваканнисене çавăтса пырĕ.

(12) Тинĕссене хăйĕн ывăçĕпе ăсса виçеке-нĕ, пĕлĕтсене шичĕпе шитлесе тухаканĕ, çĕр тăприне виçев савăтне кĕртекенĕ, ту-сене тараса çине, сăртсене виçев çатми çине хурса виçекенĕ кам вăл?

(13) Çÿлхуçа сывлăшне кам пĕлейнĕ, Ăна кам канаш панă, Ăна кам вĕрентнĕ?

(14) Кампа канашлать Вăл, кам ăс парать Ăна, тÿрĕлĕх çулĕ çине Ăна кам кăларать, Ăна кам пĕлÿ парса вĕрентет, ăслăлăх çулне Ăна кам кăтартса тăрать?

(15) Акă халăхсем — витрери тумлам пек, тараса çинче вĕсем тусан пĕрчи пек шутланĕç. Акă утравсене Вăл юр пĕрчи пек вĕçтерет.

(16) Парне вырăнĕ çинче вутă хума та çитмĕ, унти выльăх-чĕрлĕх те пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелĕх пулаймĕ.

(17) Халăхсем пурте Унăн умĕнче — нимĕн те мар, вĕсем Уншăн — çукпа пĕрех, пушă вырăнпа пĕрех шутланаççĕ.

(18) Эппин, Турра эсир кампа танлаштаратăр? Ун евĕрлине кама тупатăр?

(19) Йĕрĕхе ÿнерçĕ шăратса ăсталать, ылтăнçă ăна ылтăнпа витет, кĕмĕл вăчăрасем çакса ярать.

(20) Чухăнни, çакăн пек парне кÿме вăй çитереймесĕр, çĕрмен йывăç суйласа илет, тĕреклĕ тăракан йĕрĕх тутарасшăн ăста ÿнерçĕне шыраса тупать.

(21) Çакна пĕлместĕр-им? эсир çакна илтмен-им? сире пуçламăшĕнчех каламанччĕ-им? çĕре епле пултарни те сире ăса кĕртеймен-им?

(22) Вăл — çĕр çаврашкийĕ тĕлĕнче Лараканĕ, çĕр çинче пурăнакансем Ун умĕнче — хĕрлĕ шăрчăк çеç; пĕлĕтсене Вăл çÿхе пир пек карса тухнă, вĕсене пурăнмалли чатăр пекех карăнтарнă.

(23) Аслă улпутсене Вăл ниме юрăхсăра хăварать, çĕр тÿрисене кирлĕ мара кăларать.

(24) Вĕсене лартнă çеç-ха, акнă çеç-ха, вĕсен туни те халь çеç тымарланнă, Вăл вĕсем çине вĕрет те — вĕсем хăрса та ларнă, çавраçил улăма вĕçтернĕ пек, вĕсене вĕçтерсе те кайнă.

(25) Эсир Мана кам вырăнне хуратăр, кампа танлаштаратăр? тет Святой.

(26) Пуçăра çĕклесе пăхăр-ха, тÿпе çÿллĕшне курăр-ха — кам пултарнă ăна? Унти çара кам шута илсе тухать? Вĕсене Вăл пурне те ятран чĕнет: хăвачĕпе аслă вăйĕ иксĕлми пулнăран Унăн нимĕн те çухалмасть.

(27) Мĕнле çапла калатăн эс, Иаков, мĕскер калатăн эс, Израиль: «манăн çул-йĕрĕм Çÿлхуçаран пытарăннă, Туррăм манăн ĕçĕм-хĕлĕме манăçа кăларнă» тетĕн?

(28) Эсĕ пĕлместĕн-им? илтмен-им çакна: çĕрĕн вĕçĕ-хĕррине пултарнă ĕмĕрхи Çÿлхуçа Турă ĕшенмест те, ырмасть те; Унăн ăсне пĕлсе çитерме çук.

(29) Вăл ĕшеннĕ çынна вăй-хал кĕртет, халсăрланнине çирĕплĕх парать.

(30) Яш арсем те ĕшенеççĕ, вăйран тайăлаççĕ, çамрăк çынсем те такăнса ÿкеççĕ,

(31) Çÿлхуçана шанакансем вара çĕнĕрен вăй илеççĕ: çунаттине ăмăрткайăк пек çĕклеççĕ те юхнă пек вĕçеççĕ — ывăнмаççĕ, каяççĕ — ĕшенмеççĕ.

41

(1) Эй утравсем, Манăн умра шăп пулăр, халăхсем хăйсен вăйне çĕнетчĕр; вĕсем çывăхарччăр та калаччăр: «пĕрле сута тăрар» теччĕр.

(2) Тухăçран кам чăнлăха кăларса тухнă, ăна кам хăй хыççăн пыма чĕннĕ, халăхсене кам унăн аллине ÿкернĕ, патшасене кам ăна парăнтарнă? Вăл халăхсене унăн хĕçĕпе тусан туса вĕçтерчĕ, вĕсене унăн уххипе çилпе сапаланакан улăм пек турĕ.

(3) Вăл вĕсене хăвалать, хăй ури утса курман çулпа лăпкăн çеç пырать вăл.

(4) Кам тунă çакна, Кам туса çитернĕ? Ĕмĕртенпех этем ăрăвĕсене чĕнсе илекенĕ — çавă; Эпĕ, Çÿлхуçа,— малтанхийĕ, кайранхийĕ те — Эпех.

(5) Утравсем курчĕç те сехĕрленсе ÿкрĕç, çĕрĕн вĕçĕ-хĕррийĕсем чĕтреме пуçларĕç. Вĕсем çывăхланчĕç, тату турĕç;

(6) кирек кам та хăйĕн юлташне пулăшать, хăйĕн тăванне: «çирĕп тăр!» тесе хавхалантарать.

(7) Тимĕрçĕ шăратакана хавхалантарать, хĕçтимĕре çапкăçпа тÿрлетекен сунтал çинче туптакана хавхалатать, туптаса çыпăçтарни пирки: «лайăх» тет; вара, тăн-тăн пултăр тесе, пăта çапса çирĕплетет.

(8) Эсĕ вара, Израиль, Манăн чурам, Эпĕ суйласа илнĕ Иаков, Манăн тусăмăн, Авраамăн, вăрлăхĕ,

(9) эсĕ — Эпĕ çĕр хĕрринчен çавăтса килнĕскер, çĕр вĕçĕнчен чĕнсе илнĕскер; сана: «эсĕ Манăн чурам, Эпĕ сана суйласа илтĕм, сана пăрахмăп» тенĕскер —

(10) ан хăра: санпала — Эпĕ, ан шиклен: Эпĕ — санăн Турру; Эпĕ сана тĕреклĕх кÿрĕп, сана пулăшăп, Хамăн тÿрĕлĕхĕмĕн сылтăм аллипе хунтăлăп.

(11) Акă сана хирĕç пăлханнисем пурте намăс, мăшкăл курĕç, санпа хирĕçекенсем юрăхсăра тухĕç, тĕп пулĕç.

(12) Вĕсене, хăвăнпа тăшманла пурăнакансене, шырăн та — тупаймăн эсĕ; санпала кĕрешекенсем нимĕн те мар, пачах нимĕн те мар пулса тăрĕç,

(13) мĕншĕн тесессĕн Эпĕ — Çÿлхуçа, Санăн Турру; сана сылтăм аллунтан тытса тăратăп та: «ан хăра, сана Эпĕ пулăшатăп» теетĕп.

(14) Ан хăра, тăпра хурчĕ Иаков, сахал çынлă Израиль, сана Эпĕ пулăшатăп, тет Çÿлхуçа, сана Хăтараканĕ, Израиль Святойĕ.

(15) Акă Эпĕ санран çивĕч, çĕнĕ, шăллă тăпачă турăм; эсĕ тусене çапса ватăн, авăртăн, сăртсене арпа пек тăвăн.

(16) Сăвăрăн та — вĕсене çил вĕçтерсе кайĕ, вĕсене çавраçил сапа-лĕ; эсĕ вара Çÿлхуçашăн хĕпĕртесе тăрăн, Израиль Святойĕпе мухтанăн.

(17) Чухăнсемпе кĕлмĕçсем шыв шыраççĕ — шывĕ çук; ĕнтĕ антăхнипе вĕсен чĕлхийĕ типет: Эпĕ, Çÿлхуçа, вĕсене илтĕп, Эпĕ, Израиль Туррийĕ, вĕсене пăрахмăп.

(18) Тусем çинче юхакан шывсем, айлăмсенче çăлкуçсем уçăп; пушхиртен кÿлĕ, типсе хăрнă çĕртен шыв тапписем тăвăп;

(19) пушхирте кедр, ситтим, мирт тата çу йывăçĕ лартăп, çеçенхирте кипарис, шурă вĕрене тата бук йывăçĕсене пĕрле лартса ÿстерĕп,

(20) çакна Çÿлхуçа аллийĕ тунине, Израиль Святойĕ пултарнине пĕлччĕр, çакна курччăр, тĕсесе пăхчăр, ăнланччăр.

(21) Хăвăр ĕçĕрсене кăтартăр, тет Çÿлхуçа; хăвăр мĕн тунине çирĕплетсе парăр, тет Иаков Патшийĕ.

(22) Вĕсем пире кăтартчăр, мĕн пулассине калаччăр; мĕн те пулин пулса иртиччен ун çинчен пĕлтерччĕр, вара эпир хамăр ăспа хаклăпăр та вăл ĕç епле вĕçленнине пĕлĕпĕр, е пире пуласси çинчен пĕлтерччĕр.

(23) Ÿлĕмрен мĕн пулассине калăр та, эсир турăсем иккенне пĕлсе тăрăпăр эпир, е мĕн те пулин — ыррине-и, усаллине-и — туса кăтартăр, эпир тĕлĕнер, сирĕнпе пĕрле курса тăрар.

(24) Анчах эсир — никам та, нимĕн те мар, сирĕн ĕçĕр те — ăçтиçук çеç; сире суйласа илекенĕ — ирсĕр.

(25) Эпĕ ăна тухăç енчен кăлартăм, вăл çитрĕ; вăл çурçĕр енчен тапăнĕ, патшасене пылчăка таптанă пекех, чÿлмекçĕ тăма таптанă пекех таптĕ.

(26) Пире пĕлтерсе, кам çакăн çинчен малтанах каласа хунă, пире: «чăнах-и?» тесе ыйтма май парса, чылай маларах пире кам пĕлтернĕ? Никам та каламан, никам та пĕлтермен, сирĕн сăмахăрсене никам та илтмен.

(27) Сиона чи малтан Эпĕ каларăм: «акă вăл!» терĕм, вара Иерусалима ырă хыпар пĕлтерекен патăм.

(28) Пăхрăм та — никам та çук; вĕсем хушшинче канашçă тупăнмарĕ, вĕсем Эпĕ ыйтнине хирĕç хуравлама пултараймаççĕ.

(29) Авă вĕсем пурте — нимĕн те мар, вĕсен ĕçĕсем те ăçтиçук çеç; вĕсен йĕрĕхĕсем — çил те пушă вырăн.

42

(1) Акă Манăн Ачам, Эпĕ суйласа илнĕ, Манăн чунăм савакан Ачам. Эпĕ Ăна аллинчен тытса тăратăп. Эпĕ Ун çине Хамăн Сывлăшăма ярăп, Вăл халăхсене тÿрĕлĕхе пĕлтерĕ.

(2) Вăл хирĕçсе калаçмĕ, кăшкăрашмĕ, никам та Ун сассине урамра илтеймĕ.

(3) Вăл хуçăла пуçланă хăмăша та хуçмĕ, йăсăрланса выртакан йĕтĕне те сÿнтермĕ; Вăл тÿррипе сут тăвĕ;

(4) вăйран каймĕ, халран ÿкмĕ, çĕр çинче тÿрĕлĕхе çирĕплетсе çитерĕ; утравсем Унăн саккунне шанса тăма пуçлĕç { Çитмĕлĕн куçарнинче: халăхсем Унăн ятне шанса тăма пуçлĕç }.

(5) Пĕлĕтсемпе вĕсен хутлăхне пултарнă, çĕрпе ун çинчи мĕн пуррине сарса хунă, çĕр çинчи халăха сывлăш кĕртнĕ, çĕр çийĕн çÿрекенсене чĕм панă Çÿлхуçа Турă çапла калать:

(6) – (7) Эпĕ, Çÿлхуçа, Сана тÿрĕлĕхĕмпе чĕнсе илтĕм, Сана алăран тытса тăрăп, упрăп Сана, Сана Эпĕ халăхшăн халал пулма, суя тĕнлисемшĕн çутă пулма, суккăррисен куçĕсене уçма, касмăкра хĕн куракансене ирĕке кăларма, тĕттĕмре ларакансене сĕмлĕхрен кăларма лартатăп.

(8) Эпĕ — Çÿлхуçа, ку — Манăн ятăм, Хамăн мухтавлăхăма урăххине, Хамăн чапăма йĕрĕхсене памастăп.

(9) Акă унчченех калани чăна тухрĕ, халĕ вара Эпĕ çĕннине пĕлтеретĕп; ăна пулса иртичченех сире пĕлтерсе хуратăп.

(10) Эй тинĕсре ишсе çÿрекенсем, ăна тултарса тăракансем, утравсемпе унта пурăнакансем, Çÿлхуçана аслăласа çĕнĕ юрă юрлăр, Ăна çĕр хĕрринчен мухтавлăр.

(11) Пушхирпе унти хуласем те, кидарсен ялĕсем те сассине вăйлăлатчăр; чуллă сăртсем çинче пурăнакансем хĕпĕртеччĕр, тусем тăрринчен кăшкăрччăр хавассăн.

(12) Çÿлхуçана аслăлаччăр, Унăн мухтавлăхне утравсем çинче пĕлтерччĕр.

(13) Çÿлхуçа улăп евĕр тухĕ, вăрçă паттăрĕ пек хавхалантарĕ, хыттăн кăшкăрса чĕнĕ, вăрçă шавĕ çĕклĕ, тăшманĕсене хирĕç тăма Хăйĕн хăватне кăтартĕ.

(14) Вăрах чĕнмерĕм Эпĕ, тÿсрĕм, тытăнса тăтăм; халĕ вара çуратакан арăм пек кăшкăрăп, пĕтĕмпех аркатăп, хыпса çăтăп;

(15) тусемпе сăртсене пушатса хăварăп, унти мĕнпур курăка хăртса ярăп; юханшывсенчен утравсем тăвăп, кÿлĕсене типĕтĕп;

(16) суккăрсене вара хăйсем пĕлмен çулпа ертсе кайăп, вĕсене паллă мар çулсемпе илсе çÿрĕп; сĕмлĕхрен вĕсен умĕнчи çутă тăвăп, кукăр çулсене тÿрлетĕп: вĕсемшĕн акă мĕн тăвăп Эпĕ — вĕсене пăрахмăп.

(17) Йĕрĕхсене шанса пурăнакансем, кĕлеткесене: «эсир — пирĕн турă» теекенсем ун чухне каялла çаврăнĕç, тем тĕрлĕ намăс айне пулĕç.

(18) Итлĕр, хăлхасăррисем, пăхăр, курăр, суккăррисем.

(19) Манăн чурам пек суккăрри, Манăн хыпарçă пек, Эпĕ янă хыпарçă пек, хăлхасăрри кам пур? Çÿлхуçанăн савнăскерĕ пек суккăрри, Çÿлхуçанăн чури пек суккăрри кам пур?

(20) Эсĕ нумай курнă, анчах асăрхаман; хăлху та уçах тăнă, анчах илтеймен.

(21) Çÿлхуçа Хăй тÿрĕлĕхĕшĕн саккуна чапа, мухтава кăларнă.

(22) Ĕнтĕ ку халăха юхăнтарнă, çаратнă; вĕсене пурне те çĕр айне çыхса лартнă, тĕрмене хупса хунă; вĕсем — ыттисен тупăшĕ, хăтаракан çук; вĕсене çаратнă, никам та: «каялла парăр!» темест.

(23) Сирĕнтен хăшĕ çакна тăнланă, пуласлăхшăн хăлхине тайнă, итленĕ?

(24) Иакова кам çука хăварттарнă, Израиле çаратакансен аллине кам тытса панă? Çÿлхуçа мар-и? эпир Ун умĕнче çылăх туса пурăнтăмăр; вĕсем Унăн çулĕсемпе çÿресшĕн, Унăн саккунне пăхăнасшăн пулмарĕç.

(25) Вара Вăл вĕсем çине Хăй çиллийĕн хаярлăхне, вăрçă тискерлĕхне тăкрĕ: çакă вĕсене пур енчен те çавăрса илчĕ, вĕсем çавна асăрхамарĕç; вĕсем çунчĕç, анчах çакна чĕрипе ăнласа илеймерĕç.

43

(1) Иаков, хăвна пултарнă Çÿлхуçа, Израиль, хăвна туса çитернĕ Çÿлхуçа паян вара çапла калать: ан хăра, Эпĕ сана тÿлесе илнĕ, сана хăвăн ятупа чĕннĕ; эсĕ — Манăн.

(2) Шывсем урлă, юханшывсем урлă каçăн-и — вĕсем сана путараймĕç, санпа пĕрле — Эпĕ; вут-çулăм витĕр утăн-и — вăл сана çунтараймĕ, çулăм ĕнтмĕ сана.

(3) Мĕншĕн тесессĕн Эпĕ — Çÿлхуçа, санăн Турру, Израиль Святойĕ, сана Çăлаканĕ; сана тÿлесе илме Египета патăм, Эфиопипе Савейăна та саншăнах Эпĕ патăм.

(4) Мĕншĕн тесессĕн эсĕ хаклă Маншăн, питех те хаклă, эсĕ — Манăн юратнăскерĕм, саншăн Эпĕ урăх çынсене, санăн чунушăн ытти халăхсене парăп.

(5) Ан хăра: санпа пĕрле — Эпĕ; санăн йăхна тухăçран илсе килĕп, сана анăçран пуçтарăп.

(6) Çурçĕре: «кăларса яр» тейĕп, кăнтăра: «чарса ан тăр» тейĕп; Манăн ывăлăмсене аякран, Манăн хĕрĕмсене çĕр хĕрринчен илсе кил,

(7) Манăн ятăмпа çÿрекенсене, Эпĕ Хамăн мухтавăмшăн пултарнисене, йĕркелесе туса çитернисене пурне те илсе кил.

(8) Куçĕ пулсан та суккăр халăха, хăлхи пулсан та илтмен халăха илсе тух.

(9) Халăхсем пурте пĕрле пухăнччăр, йăхсем пĕрлешчĕр. Çапла пулассине вĕсенчен хăшĕ малтанах пĕлтернĕ? пуçламăшĕнченех мĕн пулнине пĕлтерччĕр; кÿнтеленĕсене тăратчăр, тÿрре тухчăр, вара итлеме, «тĕрĕсех!» теме май пултăр.

(10) Çÿлхуçа калать: Манăн кÿнтеленсем вара — эсир тата Манăн чурам. Эпĕ сире Мана пĕлччĕр, Мана ĕненччĕр, Эпĕ кам пулнине ăнланччăр тесе суйласа илнĕ: Манран маларах та Турă пулман, Ман хыççăн та пулмасть.

(11) Эпĕ, Эпĕ — Çÿлхуçа, Мансăр пуçне урăх Çăлакан çук.

(12) Эпĕ малтанах каларăм, çăлтăм, пĕлтертĕм; урăххи çук сирĕн, эсир — Манăн кÿнтеленсем, Эпĕ Турă иккенне пĕлекенсем, тет Çÿлхуçа,

(13) кунсем пуçланнăранпах Эпĕ — çав-çавах, Манăн аллăмран никам та çăлаймĕ; Эпĕ тăвас тенине тăватăп, кам чарĕ çакна?

(14) Çÿлхуçа — сире Хăтараканĕ, Израиль Святойĕ — çапла калать: Эпĕ Вавилона сирĕншĕнех вăй ятăм, пур сăлăпа та, карапĕсемпе мăнаçланакан халдейсене те çапса аркатрăм.

(15) Эпĕ — Çÿлхуçа, сирĕн Святойăр, Израиле Пултараканĕ, сирĕн Патшăр.

(16) – (17) Çÿлхуçа — тинĕс урлă çул уçнă, кăра шыв çийĕн сукмак хывнă, çар ураписемпе утсене, çар эшкерĕпе вăй-хăвата илсе тухнă Çÿлхуçа — çапла калать: пурте пĕрле ÿкрĕç, тăраймарĕç; çунайми пулчĕç, хăйă пек сÿнчĕç.

(18) Анчах эсир иртнине аса илместĕр, авалхи пирки шухăшламастăр.

(19) Акă Эпĕ çĕнĕ ĕçе тытăнатăп; вăл халех çитĕ; эсир çакна та пĕлесшĕн мар-и? Эпĕ çеçенхирте çул хывăп, пушхирте юханшыв уçăп.

(20) Хирĕн тискер кайăкĕсем, шаккалсемпе страуссем мухтавлĕç Мана, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ пушхирсене шыв ярăп, Хамăн суйласа илнĕ халăхăма ĕçтермешкĕн типĕ çеçенхирте юханшывсем уçăп.

(21) Çакă халăха Эпĕ Хама валли пултарнă; вăл Манăн мухтавăма пĕлтерсе тăрĕ.

(22) Эсĕ вара, Иаков, Мана чĕнмерĕн; эсĕ, Израиль, Маншăн ĕçлемерĕн.

(23) Мана путеккÿсене пĕтĕмĕшпе çунтарса памарăн, Мана парнÿсене кÿрсе пуççапмарăн. Сана Хамшăн тырă-пулă парни кÿрсе тăма хистемерĕм, ырă шăршă тĕтĕрттерсе чăрмавламарăм.

(24) Кĕмĕл парса эсĕ Маншăн тутлă шăршăллă хăмăш туянмарăн, Мана парнÿсен çăвĕпе савăнтармарăн; анчах Мана хăвăн çылăхусемпе чăрмавларăн, Мана хăвăн йĕркесĕр ĕçÿсемпе пăшăрхантартăн.

(25) Санăн йĕркесĕр ĕçÿсене Эпĕ, Эпĕ Хамах, Хамшăн Хам пĕтерĕп, санăн çылăхусене манăçа кăларăп.

(26) Мана аса илтер-ха; сутлашăпăр; кала — тÿрре тухма тăрăш.

(27) Санăн тĕп аçу çылăха кĕчĕ, саншăн хута кĕрекеннисем Манран пăрăнса кайрĕç.

(28) Çавăншăн Эпĕ сăваплă Çуртăмăн пуçлăхĕсене Хамшăн ĕçлесе тăрассинчен хăтартăм, Иакова тупаларăм, Израиле мăшкăл аллине тытса патăм.

44

(1) Халĕ вара, Иаков, Манăн чурамăм, Эпĕ суйласа илнĕ Израиль, итле.

(2) Çÿлхуçа — сана пултарнă, сана пăхса ÿстернĕ, сана аннÿ варĕнче чухнех пулăшса тăракан Çÿлхуçа — çапла калать: Иаков, Манăн чурамăм, Эпĕ суйласа илнĕ савнă [Израиль], ан хăра:

(3) Эпĕ ĕçессишĕн антăхаканĕ çине шыв, типсе хăрăннийĕ çине юхăм тăкăп; санăн йăху çине Хамăн сывлăшăма, санăн ăрăву-тăхăму çине Хамăн пиллĕхĕме ярăп.

(4) Вара курăксем хушшинче шыв хĕрринчи хăва пек ÿсĕç.

(5) Пĕри: «эпĕ — Çÿлхуçанăн» тейĕ, теприйĕ хăйне Иаковăн тейĕ; хăшĕ тата хăй аллипех: «эпĕ — Çÿлхуçанăн» тесе çырĕ, хăйне вара Израилĕн тейĕ.

(6) Çÿлхуçа, Израиль Патшийĕ, ăна Хăтараканĕ, Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: Эпĕ — малтанхийĕ, Эпех — кайранхийĕ; Мансăр пуçне урăх Турă çук:

(7) Ман пекки кам пур? Пур пулсан, каласа патăр, пĕлтертĕр, Эпĕ этем йăхне пултарнăранпа пулса иртнине Мана йĕркипе каласа кăтарттăр е пуласси-килесси çинчен пĕлтерччĕр.

(8) Ан хăрăр, ан сехĕрленĕр: Эпĕ сана авалах пĕлтерменччĕ-и, малашне мĕн пуласса систерменччĕ-и? Эсир вара — Манăн кÿнтеленсем. Мансăр пуçне урăх Турă пур-и? çук, урăх тĕрек пуррине пĕлместĕп.

(9) Йĕрĕх тăвакансем пĕри те ниме тăмасть, вĕсен тем пекех савнă йĕрĕхĕсем те нимĕнле усă та кÿмеççĕ, вĕсем хăйсене хирĕç хăйсемех кÿнтелеççĕ. Вĕсем курмаççĕ, ăнланмаççĕ, вĕсем ĕнтĕ çавна пулах намăса тăрса юлĕç.

(10) Нимĕнле усă та кÿмен турра кам тунă, йĕрĕхе кам шăратса ăсталанă?

(11) Çав ĕçе хутшăнакансем пурте намăс курĕç, мĕншĕн тесессĕн çавна тăваканĕсем хăйсем те — этем çеç; вĕсем пурте пухăнса тăччăр; вĕсем сехĕрленсе ÿкĕç, пурте намăс курĕç.

(12) Тимĕрçĕ тимĕртен пуртă тăвать, кăмрăкпа ĕçлет, çапкăчпа туптаса пуртă ăсталать, ăна туса çитересехчĕ тесе вара вăйлă аллипе выçса çитичченех, халран кайичченех ĕçлет, шыв та ĕçмест, ĕнтĕ йăшсах çитет.

(13) Каскалакан, [кирлĕ йывăçа суйласа илсе,] ун çине çырса, ăна шĕвĕр вĕçлĕ сăпрайпа йĕрлесе тухать, каскăчпа вартать, ăна якатса çаврашкалатать, вара, килĕнче лартма тесе, хитре сăн-питлĕ çын кĕлетки ăсталаса кăларать.

(14) Вăл кедр касать, вăрманти йывăçсем хушшинче хырпа юмана суйласа илет, каврăç лартать, каврăçне вара çумăр шăварса ÿстерет.

(15) Çыншăн ку — вут-шанкă, унăн пĕр пайĕпе вăл, ăшă пултăрччĕ тесе, хутма усă курать, вут чĕртет, çăкăр пĕçерет. Çав йывăçранах турă ăсталать, ăна пуççапать, тата йĕрĕх-кĕлетке тăвать, ун умне ÿксех пуççапать.

(16) Йывăçăн пĕр пайне çунтарса ярать, тепĕр пайĕпе аш пĕçерет, ăшалать, тăраниччен çиет, çинипе пĕрлех ăшăнать: «аван-ха, ăшăнтăм; вут-кăвар уссине куртăм» тет.

(17) Усă курмасăр юлнă йывăçран вара хăй валли турă, йĕрĕх, касса ăсталать, ăна пуççапать, ун умĕнче чĕркуçленсе кĕлтăвать: «çăлсам мана, эсĕ — манăн туррăм» тет.

(18) Вĕсем пĕлмеççĕ, ăнланмаççĕ: ан курччăр тесе, Турă вĕсен куçне тата, ан ăнланччăр тесе, чĕрине хупса хунă.

(19) Çынни çакна чĕри патне те илмĕ: «унăн пĕр пайне çунтарса ятăм, кăварĕ çинче çăкăр пĕçертĕм, аш ăшаласа çисе ятăм; усă курмасăр юлнă пайĕнчен ирсĕр япала ăсталăп-и вара? йывăç каскине пуççапăп-и вара?» тесе каламалăх унăн пĕлĕвĕ те, ăнланăвĕ те çук.

(20) Вăл çил хăвалать; ăна улталаннă чĕри аташтарать, вăл хăйĕн чунне ирĕке кăлараймасть, «манăн сылтăм аллăмра ултав мар-ши?» тесе калаймасть.

(21) Иаков, Израиль, çакна асту: эсĕ — Манăн чурам; сана Эпĕ пăхса çитĕнтернĕ; Манăн чурам эсĕ, Израиль, Мана манса ан кай.

(22) Санăн йĕркесĕр ĕçÿсене тĕтре пек сирĕп, санăн çылăхусене пĕлĕт пек çĕтерĕп; Ман енне çаврăн: Эпĕ сана тÿлесе илнĕ.

(23) Эй пĕлĕтсем, савăнăр: çакна Çÿлхуçа пултарнă. Хĕпĕртенсе кăшкăрăр, çĕр авăрĕсем; хавасланса шавлăр, тусем, вăрмансем, унти йывăçсем: Вăл Иакова тÿлесе илнĕ, Израиле хăтарса мухтава тухнă.

(24) Сана тÿлесе илнĕ, сана аннÿ варĕнчех калăпланă Çÿлхуçа çапла калать: Эпĕ — Çÿлхуçа, Эпĕ мĕн пуррине пултарнă, тÿпене пĕчченех карса хунă, çĕре Хамăн вăйăм-хăватăмпа сарса тухнă,

(25) Эпĕ — суя пророксен паллисене ăçтиçук тăвакан, асамçăсем ăссăррине кăтартакан,  ăсчахсене каялла хăвалакан, вĕсен пĕлĕвне ухмахлăха çавăракан,

(26) Хăй чурийĕн сăмахне çирĕплетекен, Хăй хыпарçисен сăмахне пурăнăçа кĕртекен, Иерусалима: «сан хутлăхунта пурăнма пуçлĕç», Иуда хулисене: «сире çĕнĕрен туса лартĕç, ишĕлнисене Эпĕ юсаса çĕнетĕп» теекенĕ,

(27) тĕпсĕр авăра: «типсе лар!» теекенĕ, «санăн юханшывусене типĕтсе лартăп» теекенĕ;

(28) Кир пирки: «вăл — Манăн кĕтÿçĕм, вăл Манăн ирĕкĕме пĕтĕмпе вырăна килтерĕ, вăл Иерусалима: «сана çĕнĕрен туса лартĕç!» тейĕ, Турă Çуртне: «санăн никĕсне çĕнĕрен çирĕплетĕç» тейĕ» теекенĕ.

45

(1) Хăй çу сĕрсе янă Кир патшана Çÿлхуçа çапла калать: халăхсене санăн çĕнтермелле пултăр тесе, Эпĕ сана сылтăм алăран тытса тăрăп, саншăн алăксем уçăлччăр, хапхасем ан хупăнччăр тесе, патшасен пиçиххийĕсене салтса илĕп;

(2) Эпĕ санăн умунта пырăп, тусене тикĕслетĕп, пăхăр хапхасене çапса салатăп, тимĕр сăлăпсене аркатăп;

(3) Эпĕ — сана ятран чĕнекен Çÿлхуçа, Израиль Туррийĕ — сана çакна пĕлтересшĕн, тĕттĕм вырăнсенче упранакан хаклă мула, пытарнă пуянлăха сана парăп.

(4) Иаковшăн, Хамăн чурамшăн, Хам суйласа илнĕ Израильшĕн, хăв Мана пĕлмен пулсассăн та, Эпĕ сана ятран чĕнтĕм, хисеп турăм.

(5) Эпĕ — Çÿлхуçа, урăххи çук; Мансăр пуçне урăх Турă çук; Мана пĕлмерĕн пулсассăн та, Эпĕ санăн пилĕкне çыхса ятăм:

(6) Мансăр пуçне урăх Турă çуккине, Эпĕ Çÿлхуçа иккенне, урăххи çуккине тухăçран пуçласа анăçа çити пĕлччĕр.

(7) Эпĕ çутта тăватăп, сĕмлĕхе пултаратăп, канăçлăх паратăп, инкек-синкек яратăп; çакна пĕ-тĕмпех Эпĕ, Çÿлхуçа, тăватăп.

(8) Пĕлĕтсем, çÿлтен пĕрĕхтерĕр; пĕлĕтсем тÿрĕлĕх çутарччăр; çĕр уçăлтăр та çăлăнăç илсе килтĕр, пĕрле тÿрĕлĕх шăтса ÿстĕр. Çакна Эпĕ, Çÿлхуçа, тăватăп.

(9) Хăйне Пултараканĕпе хирĕçекене, çĕр çинчи чÿлмек катăкĕсен катăкне, хуйхă çитĕ! Чÿлмекçĕне тăм: «мĕн тăватăн эсĕ?» тесе калĕ-и? эсĕ тунă ĕç те сан пирки: «унăн алли çук» тесе калĕ-и?

(10) Хăйĕн ашшĕне: «эсĕ мана çакă тĕнчене мĕнма туса янă?», амăшне: «эсĕ мана мĕнма çуратнă?» тесе калакана хуйхă çитĕ!

(11) Çÿлхуçа — Израиль Святойĕ, ăна Пултараканĕ — çапла калать: эсир Манран Манăн ывăлăмсен пуласлăхĕ çинчен ыйтатăр-и, Манăн аллăм ĕçне сĕкĕнес тетĕр-и?

(12) Эпĕ çĕре туса çитернĕ, ун çинче этеме пултарнă; Эпĕ — Манăн аллăмсем — тÿпене карса тухнă, унти пĕтĕм çара Эпĕ саккун панă.

(13) Эпĕ ăна тÿрĕлĕхе кура çĕклерĕм, унăн мĕнпур çулне тикĕс тăвăп. Вăл Манăн хулана çĕнĕрен туса лартĕ, тыткăна лекнĕ халăхăма ирĕке кăларĕ, çакăншăн тÿлеттермĕ те, парне те ыйтмĕ, тет Саваоф Çÿлхуçа.

(14) Çÿлхуçа çапла калать: Египет çыннисен ĕçĕсем, эфиопсен суту-илĕвĕ, Савея çыннисем, çÿллĕскерсем, сан енне куçĕç, санăн пулĕç; вĕсем сан хыççăн пырĕç, вĕсем, тимĕр сăнчăрпа тăлланăскерсем, килĕç те сан умна ÿкĕç, ĕнтĕ сана тар-хаслĕç: санăн çеç Турă пур, урăх Турă çук, тейĕç.

(15) Чăнах, Эсĕ — пĕлсе çитермелле мар Турă, Израиль Турри, Çăлакан.

(16) Вĕсем пурте намăса юлĕç, мăшкăл курĕç; йĕрĕх ăсталаканĕсем те пурте вĕсемпе пĕрле намăсланĕç.

(17) Израиле вара Çÿлхуçа ĕмĕрлĕх çăлăнăçпа çăлса хăварĕ; эсир нихăçан та намăса юлмăр, мăшкăл курмăр,

(18) мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа, тÿпене Пултараканĕ, çапла калать. Вăл, Турă, çĕре калăпланă, ăна туса çитернĕ; Вăл ăна çирĕплетнĕ, Вăл ăна кăлăхах пултарман; Вăл пурăнмалли вырăн калăпланă: Эпĕ — Çÿлхуçа, урăххийĕ çук.

(19) Вăрттăн, тĕттĕм вырăнта каламан Эпĕ; Иаков ăрăвне Эпĕ: «Мана кăлăхах шыратăр» тесе каламан. Эпĕ — тÿррине калакан, чăнлăха уçса паракан Çÿлхуçа.

(20) Халăхсенчен сыхланса юлнисем, пурте пухăнăр та килĕр, çывăхарăр. Хăйсен йывăç йĕрĕхĕсене йăтса çÿрекенсем, çăлма пултарайман турра пуççапакансем — пĕр ăссăр.

(21) Пĕр-пĕринпе ка-наш туса пĕлтерĕр-ха, калăр: çапла пулас-си çинчен кам авалах хыпар янă, çакна кам малтанах каласа хунă? Эпĕ, Çÿлхуçа, мар-и? Мансăр пуçне урăх Турă çук, Эпĕ — тÿрĕ Турă, çăлакан Турă, Мансăр пуçне урăххи çук.

(22) Çĕрĕн вĕçĕ-хĕррисем, пурте Ман патăма килĕр, вара çăлăнатăр, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ — Турă, урăххи çук.

(23) Хампа тупа туса калатăп: Манăн чĕлхе-çăварăмран чăнлăх, улшăнман сăмах тапса тăрать; кирек епле йăх та Манăн умра пуç тайĕ, кирек епле чĕлхе те Манпа тупа тăвĕ.

(24) «Чăнлăхпа вăй-хăват — Çÿлхуçара çеç» тейĕç вара Ман пирки; Ăна хирĕç тăшманла тăнисем Ун патне пырĕç те пурте намăсланĕç.

(25) Израилĕн мĕнпур йăхне Çÿлхуçа тÿрре, мухтава кăларĕ.

46

(1) Бел пĕкĕнчĕ, Нево {Вавилон туррисем} тÿнчĕ, вĕсен кĕлеткисем — выльăх çинче, çăк выльăхĕ çинче; ĕшеннĕ выльăхшăн сирĕн тиевĕр — питех те йывăр çĕклем.

(2) Тÿнчĕç, пĕрлех пĕтрĕç; йăтса çÿрекенĕсене хÿтĕлеймерĕç, хăйсем те тыткăна кайрĕç.

(3) Иаков килĕ, итле Мана, Израиль килĕн йăлкăмĕ, итле Мана: Эпĕ сире аннĕр варĕнчех йышăннă, аннĕр ăшĕнчех йăтса çÿренĕ,

(4) ватлăхăр çитиччен те Эпĕ çавăн пекех пулăп, сире çÿçĕр шураличченех Эпех йăтса çÿрĕп; Эпĕ пултарнă, Эпех йăтса çÿрĕп, хунтăлăп, упрăп.

(5) Пĕрешкеллĕх шыраса, Мана кам вырăнне хурăр эсир, кампа танлаштарăр, кампа шайлаштарăр?

(6) Енчĕкрен ылтăн тăкаççĕ, кĕмĕле тарасапа виçеççĕ, кĕмĕлрен турă ăсталаса патăр тесе, кĕмĕлçĕне тара тытаççĕ; вара çавă турра пуççапаççĕ, ун умĕнче çĕре ÿкеççĕ;

(7) ăна хулпуççи çине хураççĕ, йăтса çÿреççĕ, ăна хăйĕн вырăнне лартаççĕ; вăл тăрать, вырăнĕнчен хускалмасть; кăшкăрсах чĕнеççĕ ăна — вăл чĕнмест, инкекрен çăлаймасть.

(8) Аса илĕр те çакна — хăвăр ар пулнине кăтартăр; Турăран сивĕннĕскерсем, çакна чĕре çумне илĕр;

(9) унчченхине, пуçламăшĕнчен пуçласах, аса илĕр: Эпĕ — Турă, урăх Турă çук, Ман евĕрли çук.

(10) Вĕçĕнче мĕн пулассине Эпĕ пуçламăшĕнчех пĕлтеретĕп, мĕн пулассине малтанах пĕлтерсе тăратăп, çапла калатăп: Эпĕ шутласа хуни пулатех, Мана мĕн юрăхлă, Эпĕ çавна йăлтах тăватăп.

(11) Эпĕ тухăçран, аякри çĕршывран, ăмăрткайăка — Эпĕ палăртса хунине пурăнăçа килтерекене — чĕнсе илтĕм. Эпĕ каларăм — каланине пурăнăçа килтеретĕп; палăртса хутăм — тумасăр хăвармастăп.

(12) Хытă чĕреллисем, чăнлăхран аякрисем, итлĕр Мана:

(13) Эпĕ Хамăн чăнлăхăма çывăхартрăм, вăл инçетре мар, Манăн çăлăнăçăм та вăрах кĕттермĕ; Сиона çăлăнăç парăп, Израиле Хамăн мухтавăма парăп.

47

(1) Эй чаплă хĕр, Вавилон хĕрĕ, тăр та тусан çине лар; эй халдейсен хĕрĕ, лар çĕр çинче — ĕнтĕ аслă пукан çук; сана малашне чеченскерĕ, хÿхĕмскерĕ темĕç.

(2) Арман чулĕ тыт та тырă авăрт; пĕркенчĕкне хыв, кĕпÿ аркине çĕкле, уру туни уçăлтăр, вара каçах юханшывсем урлă:

(3) çарамасу уçăлĕ, ачаш вырăну та курăнĕ. Ĕнтĕ тавăру ĕçне вĕçлĕп, никама та хĕрхенмĕп.

(4) Сире тÿлесе илекенĕн ячĕ — Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Святойĕ.

(5) Эй халдейсен хĕрĕ, шарламасăр лар, тĕттĕм çĕре кай: ĕнтĕ сана малашне «Çĕршывсен хуçи» темĕç.

(6) Эпĕ Хамăн халăхăма çиллентĕм, Хамăн еткерĕме кĕçĕне хăвартăм, вĕсене санăн аллуна тытса патăм; эсĕ вара вĕсене хĕрхенме пĕлмерĕн, ватти çине те виçесĕр йывăр çĕклем тиерĕн.

(7) Эсĕ ĕнтĕ: «ĕмĕрĕпех хуçа пулăп» терĕн, кайран мĕн пуласси пирки асна та илмерĕн, шухăшламарăн.

(8) Чеченскер, пĕр шухăшсăр пурăнаканскер, ăшунта: «эпĕ,— ман пекки урăх çук,— тăлăх арăм пулса юлмăп, ачамсем пĕтнине курмăп» теекенскер, халĕ итле çакна.

(9) Сасартăк, пĕр кун хушшинчех, сан патна вăл та, ку та çитĕ — ачусене çухатăн, тăлăх арăм пулса юлăн; асамлă ĕçÿсем йышлă пулнине, ăрăм-сурăму тем пекех хăватлă пулнине пăхмасăрах инкек-синкек сан патна туп-туллин килсе тухĕ.

(10) Эсĕ хăвăн усал ĕçне шанатăн-ха: «мана никам та курмасть» теетĕн. Ăслăлăху, пĕлĕвÿ — сана çултан çакă пăрса янă; эсĕ хăвăн ăшунта: «эпĕ, мансăр пуçне урăх никам та мар» тееттĕн.

(11) Акă пуçу çине хуйхă йăтăнса анĕ: эсĕ вăл ăçтан тухнине те пĕлеймĕн, сана инкек-синкек тапăнĕ — ăна сирсе яма вăй тупаймăн; сасартăках пуçу çине хăв шутлама та пултарайман синкер-сехмет капланса çитĕ.

(12) Эсĕ ĕнтĕ çамрăклах аппаланнă асамлă ĕçÿсемпех, йышлă ăрăмупах юл; тен, хăвна пулăшу парăн, тен, тытăнса тăрайăн.

(13) Сана ĕнтĕ канаш паракансем ĕшентерсех çитернĕ; пĕлĕте сăнакансем тата çăлтăрçăсем, малашлăха уйăх тулнине кура пĕлтерекенсем килччĕр те сана хăвна мĕн пулассинчен çăлса хăварччăр.

(14) Акă вĕсем — улăм пекех: вĕсене вут-çулăм çунтарса янă, хăйсен чунне çулăмран çăлса хăварайман; ăшăнмалăх кăмрăкĕ те, ун умĕнче ларма кăварĕ те юлман.

(15) Хăв çамрăк чухне санпа пĕрле ĕçленисем те, санпа суту-илÿ тунисем те саншăн çавсем пекех пулчĕç. Кашниех хăй еннелле пăрăнса утрĕ; сана никам та çăласшăн тăрăшмасть.

48

(1) Эй Иаков килĕ, хăвăра Израиль ячĕпе чĕнекенскерсем, Иуда вăрлăхĕнчен пуçланса кайнăскерсем, Çÿлхуçа ячĕпе тупа тăваканскерсем, тÿррипе, чăннипе мар пулин те Израиль Туррине пуççапакансем, итлĕр çакна.

(2) Вĕсем хăйсене сăваплă хуларан пулса кайнисем тееççĕ, Израиль Турри çине тĕревленеççĕ; Унăн ячĕ — Саваоф Çÿлхуçа.

(3) Пулни-иртнине Эпĕ чылай малтан пĕлтерсе тăнă; вăл Манăн чĕлхе-çăварăмран тухнă, ун çинчен Эпĕ хыпарланă, тумаллине вара пĕр кĕтмен чухне тунă — пурте пурăнăçа килнĕ.

(4) Эсĕ чурăс пулнине, мăй шăнăрĕсем санăн тимĕр иккенне, çамку пăхăр иккенне Эпĕ пĕлнĕ;

(5) çавăнпа та мĕн пуласси çинчен Эпĕ сана чылай малтан пĕлтерсе тăтăм, эсĕ: «манăн йĕрĕхĕм турĕ çакна, ман йĕрĕхĕм — кĕлетке, йăваласа тунă кÿлепе — çакăн пек тума хушрĕ» теесрен çапла турăм.

(6) Эсĕ илтнĕ — эсĕ çакăн çине пăх-ха! эсир çакна йышăнмастăр-и? Халĕ вара Эпĕ сана çĕннине, вăрттăннине пĕлтеретĕп, эсĕ ăна пĕлмен.

(7) Вăл халь пулса иртрĕ, унччен мар, пĕр кун каялла та мар, эсĕ ун çинчен илтмен, çавăнпа та: «эпĕ ăна пĕлсех тăнă» тесе калаймăн.

(8) Эсĕ ун çинчен илтмен те, пĕлмен те, санăн хăлху унччен уçăлайман-ха; эсĕ ултавлă хăтланасса Эпĕ пĕлнĕ, аннÿ варĕнче чухнех сана шанчăксăрри тесе чĕннĕ.

(9) Хамăн çиллĕме Хамăн ятăмшăн урăх вăхăта хăвартăм, сана тĕп тăвассинчен Хама Хамăн мухтавăмшăн тытса чартăм.

(10) Акă Эпĕ са-на шăратрăм, анчах кĕмĕле шăратнă пек мар; сана асап вучахĕнче тĕрĕслесе сă-нарăм.

(11) Хамшăн, пĕр Хамшăн, тăватăп çакна — унсăрăн Манăн ятăма еплерех хурланă пулĕччĕç! Хамăн мухтавăма никама та памастăп.

(12) Эй Иаков, эй Израиль, чĕнсе илнĕскерĕм, итле мана: Эпĕ — çавах, Эпĕ — малтанхийĕ, Эпех — кайранхийĕ.

(13) Çĕрĕн никĕсне Манăн аллăм хывнă, тÿпене те сылтăм аллăм карнă; чĕнетĕп те — вĕсем Ман умăма пырса тăраççĕ.

(14) Пурте пухăнăр та итлĕр: вĕсем хушшинче çакна кам малтанах пĕлтерсе хунă? Çÿлхуçа кăмăлланă ăна, вăл вара Вавилон тĕлĕшĕнчен Унăн ирĕкне вырăна килтерĕ, Унăн хăватне халдейсем çинче кăтартĕ.

(15) Эпĕ, Эпĕ каларăм, ăна чĕнсе илтĕм; ăна Эпĕ илсе килтĕм, унăн çулĕ ăнăçлă пулĕ.

(16) Килĕр Ман патăма, итлĕр çакна: Эпĕ малтан та вăрттăн каламан; çакă пуçланнăранпах Эпĕ унтаччĕ; халĕ те Мана Çÿлхуçа Турă, Унăн Сывлăшĕ ячĕ.

(17) Çÿлхуçа, сана Хăтараканĕ, Израиль Святойĕ çапла калать: Эпĕ — Çÿлхуçа, санăн Турру, сана ырра вĕрентекенĕ, сана каймалли çулупа ертсе пыраканĕ.

(18) Ах, эсĕ Манăн ÿкĕтсене ăша хывас пулсассăн! вара санăн тăнăçлăху юханшыв пек пулĕччĕ, тÿрĕлĕхÿ тинĕс хумĕсем пек пулĕччĕ.

(19) Санăн вăрлăху — хăйăр чухлĕ, санăн варунтан çуралаканнисем хăйăр пĕрчи чухлĕ пулĕччĕç; вара унăн ячĕ Ман умран çухалмĕччĕ, пĕтмĕччĕ.

(20) Вавилонран тухăр, халдейсенчен тарăр, çакна хавассăн кăшкăрса пĕлтерĕр, вĕрентĕр, çакă хыпара çĕрĕн хĕррисенех çитерĕр: «Çÿлхуçа Хăйĕн чурине Иакова хăтарчĕ» тейĕр.

(21) Вăл вĕсене пушхирпе ертсе пырать — вĕсем ĕçессишĕн антăхмаççĕ: Вăл вĕсене чулран шыв кăларса парать, чул хысака касса çурать те — шыв тапса тухать.

(22) «Çылăхлисемшĕн вара канăçлăх пулмĕ» тет Çÿлхуçа.

49

(1) Эй утравсем, итлĕр Мана, эй тăнлăр, аякри халăхсем: Çÿлхуçа Мана çураличченех чĕнсе илнĕ; аннем варĕнче чухнех ятран чĕннĕ.

(2) Манăн чĕлхе-çăварăма çивĕч хĕç пек тунă; Мана Хăй аллипе хупăрланă, Манран çивĕчленĕ çĕмрен тунă; Мана Хăйĕн йĕннинче упраса усранă;

(3) Мана çапла каланă: Израиль, Эсĕ Манăн чурам, Эпĕ Сан урлă чапа тухăп.

(4) Каларăм вара: Эпĕ харама ĕçлерĕм, Хамăн вăй-халăма уссăр та кăлăх пĕтертĕм. Анчах та Манăн ирĕкĕм — Çÿлхуçара, Манăн сăвапăм та — Хамăн Туррăмра.

(5) Халĕ вара Çÿлхуçа калать, Иакова Хăй енне çавăрас тесе, Израиль Ун патне пухăнтăр тесе, Мана варта чухнех Хăйĕн чурийĕ тунă Çÿлхуçа калать; Эпĕ Çÿлхуçа куçĕ умĕнче хисеплĕ, Манăн Туррăм — Манăн хăватăм.

(6) Вăл çапла каларĕ: Иаков сыпăкĕсене çĕнетме, Израилĕн йăлкăмне каялла тавăрма çеç Манăн чурам пулмăн Эсĕ, Манăн çăлăнăç çĕрĕн вĕçĕ-хĕррине çитиех сарăлтăр тесе, Эпĕ Сана халăхсемшĕн çутă тăвăп.

(7) Çÿлхуçа, Израиле Хăтараканĕ, унăн Святойĕ пурте курайман чурине, халăх хăртакан чурине, патшасен чурине çапла калать: патшасем курĕç те — ура çине тăрĕç; аслă çынсем вара шанчăклă Çÿлхуçанăн, Хăвна суйласа илнĕ Израиль Святойĕн ячĕпе Сана пуççапĕç.

(8) – (9) Çÿлхуçа çапла калать: Эпĕ ырă вăхăтра илтрĕм Сана, çăлăнăç кунĕнче пулăшрăм Сана; Эпĕ Сана упрăп, çĕре çĕнĕрен çĕнетмешкĕн, пушанса юлнă еткере еткерçĕсене тавăрса памашкăн, хупса лартнисене: «тухăр» темешкĕн, сĕмлĕхрисене: «курăнăр» темешкĕн халăхшăн халал тăвăп Сана. Вара вĕсем çул-йĕр çывăхĕнчех кĕтсе çÿрĕç, вĕсен кĕтÿлĕхĕсем мĕнпур сăрт çинче сарăлса выртĕç;

(10) выçăпа тертленмĕç, шывшăн антăхмĕç, вĕсене шăрăх пусмĕ, хĕвел те ĕнтмĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсене Хĕрхенекен ертсе çÿрĕ, вĕсене çăлкуçĕсем патне илсе çитерĕ.

(11) Хамăн мĕнпур сăрт-ту урлă çул хывăп, вара Манăн çулăм-йĕрĕм çÿлте пулĕ.

(12) Акă пĕрисем аякран килеççĕ; акă тата теприсем çурçĕрпе тинĕс енчен, ыттисем Синим çĕрĕнчен килеççĕ.

(13) Эй тÿпе, савăн, эй çĕр, хĕпĕрте, эй тусем, хавасланса кăшкăрăр: Çÿлхуçа Хăйĕн халăхне лăплантарчĕ, асап тÿсекенĕсене каçарчĕ.

(14) Сион вара: «Çÿлхуçа мана пăрахрĕ, Туррăм мана манса кайрĕ!» теетчĕ.

(15) Хĕрарăм хăйĕн ачине, кăкăр ачине, манать-и? хăй варĕнчен çуралнăскерне манăçа хăварать-и? вăл мансассăн та Эпĕ сана манмăп.

(16) Эпĕ сана акă Хамăн алă тупанĕ çинех ÿкерсе хутăм; санăн хÿмÿсем яланах Манăн умăмра.

(17) Ывăлусем сан патна васкĕç, сана çаратакансем, тустаракансем вара сан патăнтан тухса кайĕç.

(18) Пуçна çĕкле-ха, йĕри-тавра пăх-ха — вĕсем пурте пухăнаççĕ, санăн патна килеççĕ. Эпĕ пур! тет Çÿлхуçа,— вĕсем саншăн чаплă тум пек пулĕç, вĕсем-пе, çураçнă хĕр пек, капăрланăн.

(19) Ĕнтĕ арканнă вырăнусем, пушаннă хирÿсем, юхăнса юлнă çĕрÿ унта пурăнакансемшĕн шутсăрах хĕсĕк пулĕ, вара сана хыпса çăтаканĕсем санран хăпса кайĕç.

(20) Унччен çухатнисем хыççăн çуралакан ачусем сана сасăпах калĕç: «маншăн вырăн хĕсĕк; мана пурăнмалăх вырăн тупса пар» тейĕç.

(21) Вара ăшăнта çапла калăн: «вĕсене ман тĕле кам çуратнă? эпĕ ача-сăрччĕ, хĕсĕрччĕ, мана аякка тыткăна илсе кайнăччĕ, эпĕ пĕчченех тăрса юлнăччĕ; ăçта пулнă-ши вĕсем?»

(22) Çÿлхуçа Турă çапла калать: акă Хамăн аллăма халăхсем енне çĕклетĕп, йăхсем умне Хамăн ялавăма кăларса тăрататăп, вара санăн ывăлусене алă çинче, санăн хĕрÿсене хулпуççи çинче çĕклесе килĕç.

(23) Патшасем сана тăрантараканĕсем, патша майрисем сана çитерекенĕсем пулĕç; сана çĕре çити пуç тайĕç, уру тусанне çулĕç, вара Эпĕ Çÿлхуçа иккенне, Мана шанакансем намăс курманнине пĕлĕн эсĕ.

(24) Вăйлинчен унăн тупăшне туртса илме, çĕнтерÿçĕрен ун патне тыткăна лекнисене туртса илме пулать-и?

(25) Пулать! тет Çÿлхуçа: вăйлийĕнчен те тыткăнри çыннисене туртса илĕç, усал патшан тупăшне те илсе кайĕç; мĕншĕн тесессĕн санăн тăшманусемпе Эпĕ çапăçăп, санăн ывăлусене Эпĕ хăтарăп;

(26) сана пусмăрлакансене хăйсен ÿчĕпех тăрантарăп, вĕсем хăйсен юнне çĕнĕ эрех ĕçнĕ пек ĕçĕç, ÿсĕрĕлĕç; вара Эпĕ Çÿлхуçа, сана Çăлаканĕ, сана Тÿлесе Илекенĕ, Иаковăн Хăватлă Турри пулнине кирек кам та пĕлсе тăрĕ.

50

(1) Çÿлхуçа çапла калать: сирĕн аннĕре Эпĕ уйăрăлнине пĕлтерекен çырупа кăларса янăччĕ — ăçта çавă? е Эпĕ кивçене кĕрсе, сире парăмшăн сутса янă-и? Акă сире хăвăр çылăхăрсемшĕн сутса янă, аннĕре сирĕн йĕркесĕр ĕçĕрсемшĕн уйăрса янă.

(2) Мĕншĕн-ха Эпĕ килсессĕн никам та çукчĕ, Эпĕ чĕнсессĕн никам та хуравламастчĕ? Хăтармалăх Манăн аллăм кĕскелсе кайнă-и вара е çăлмалăх Манра вăй-халăм çук-и? Акă Эпĕ хăтăрса илнипех тинĕсе типĕтетĕп, юханшывсенчен пушхир тăватăп; вара пулăсем шыв çитменнипе çĕреççĕ, типпе юлса вилеççĕ.

(3) Пĕлĕтсене Эпĕ сĕмлĕхпе хупăрлатăп, вĕсене хуйхă тумĕпе витетĕп.

(4) Çÿлхуçа Турă Мана, халран кайнине сăмахпа хунтăлатăр тесе, ăсчахсен чĕлхине парнеленĕ: Вăл Мана ирсерен вăратать, вĕренекен итленĕ пек итлетĕр тесе, Манăн хăлхама вăратать.

(5) Манăн хăлхама Çÿлхуçа Турă уçса ячĕ, Эпĕ хирĕçлемерĕм, каялла чакмарăм.

(6) Çурăмран хĕненĕ чухне те, питĕмрен çупа-çупа янă чухне те хĕнекенсене хирĕç тăмарăм; сура-сура мăшкăлланă чухне Хамăн питĕме хупламарăм.

(7) Çÿлхуçа Турă пулăшать Мана: çавăнпа Эпĕ вăтанмастăп, çавăнпа питĕм-куçăм та вутчуль пек çирĕп, хама намăс тивмессе те пĕлетĕп.

(8) Мана Тÿрре Кăлараканĕ çывăхрах: кам Манпа тупăшасшăн? пĕрле тăрар. Кам Манпа сутла-шасшăн? Ман патăма пытăр.

(9) Акă Çÿлхуçа Турă пулăшать Мана: кам айăплĕ Мана? Акă вĕсем пурте — кивелнĕ тумтир пек, вĕсене кĕве çисе ярĕ.

(10) Сирĕнтен хăшĕ Çÿлхуçаран хăрать, Ун Чурийĕн сассине тăнлать? Кам сĕмлĕхре, çутăсăр çÿрет, çавă Çÿлхуçана шанса тăтăр, хăйĕн Турринче тĕрек туптăр.

(11) Акă эсир, вут хыптаракансем, тивертсе ямалли çĕмрен тытнисем, эсир пурте хăвăр тивертнĕ вут-çулăма, хĕртнĕ çĕмренĕрсем кăларнă вут-çулăма кĕрсе каятăр. Çакă сире Ман аллăм урлă тивĕ; асаппа пĕтетĕр.

51

(1) Тÿрĕлĕх енне ăнтăлакансем, Çÿлхуçана шыракансем, итлĕр Мана! Чул хысакĕ çине пăхăр-ха — сире çавăнтан касса кăларнă, шăтăк тарăнăшне курăр-ха — сире çавăнтан туртса кăларнă.

(2) Авраама, хăвăр аçăра, тата хăвăра çуратнă Саррăна аса илĕр-ха: Эпĕ Авраама чĕнсе илнĕ чухне вăл пĕчченччĕ, ăна пиллĕх патăм, хунаттартăм.

(3) Çапла, Çÿлхуçа Сиона йăпатĕ, унăн мĕнпур ишĕлчĕкне йăпатĕ, унăн пушхирĕсене рай пек, унăн çеçенхирне Çÿлхуçа пахчийĕ пек тăвĕ; вара унта савăнăçпа хаваслăх, мухтав сăмахĕпе юрă янăраса тăрĕ.

(4) Эй халăхăм, итле Мана, эй Манăн йăхăм, хăлхуна Ман енне тай! Манран саккун тухĕ, Манăн сутăм халăхсене çутатакан çутă пулĕ.

(5) Манăн тÿрĕлĕхĕм çывăхрах; Манăн çăлăнăçăм та çĕкленсе тухать; вара Манăн аллăм халăхсене сут тăвĕ; утравсем Мана шанма пуçлĕç, Манăн хăватăма шанса тăрĕç.

(6) Куçăра çĕклесе тÿпе çине пăхăрха, çĕр çине аялалла пăхăр: тÿпе тĕтĕм пекех çухалĕ, çĕр тумтир пекех кивелсе çитĕ, ун çинче пурăнакансем вилсе пĕтĕç; Манăн çăлăнăçăм вара ĕмĕр-ĕмĕр пулĕ, Манăн тÿрĕлĕхĕм çухалмĕ.

(7) Тÿрĕлĕхе пĕлекенсем, Манăн саккуна чĕринче тытакан халăх, итлĕр Мана! Çынсем хурланинчен ан хăрăр, вĕсен усал сăмахĕнчен ан сехĕрленĕр:

(8) вĕсене, тумтире çинĕ пек, кĕве çисе ярĕ, вĕсене, çăма çинĕ пек, хурт çисе ярĕ; Манăн тÿрĕлĕхĕм вара ĕмĕрех, Манăн çăлăнăçăм вара йăхран йăхах пулĕ.

(9) Çĕклен, çĕклен, Çÿлхуçа алли, тĕреклĕ пул! Авалхи саманари пек, авалхи йăхсен вăхăтĕнчи пек çĕклен! Раава эсĕ пĕтерменччĕ-и, шыв хăратмăшне эсĕ тĕп туманччĕ-и?

(10) Тинĕсе, аслă авăрсене эсĕ типĕтменччĕ-и, çăлăннисем иртсе кайч-чăр тесе, эсĕ тинĕс тĕпне çул хывманччĕ-и?

(11) Ĕнтĕ Çÿлхуçа çăлса хăварнисем каялла таврăнĕç, Сион çине юрласа килĕç, вĕсен пуçĕ тĕлĕнче ĕмĕрлĕх савăнăç тăрĕ; вĕсем савăнăçпа телей тупĕç; хуйхă-суйхă ирт-се кайĕ.

(12) – (13) Эпĕ, Эпĕ Хам — сире Лăплантараканĕ. Мĕн эсĕ вилес çынран, этемĕн курăк евĕр ывăлĕнчен, хăратăн? Ху вара хăвна Пултаракана — тÿпене карса хунă, çĕр никĕсне хывнă Çÿлхуçана — манатăн, анчах пусмăрçăн хаярлăхĕнчен — вăл сана тĕп тума хатĕр пулнăн — пĕр чарăнмасăр, вĕçĕмсĕр, кашни кунах чĕтресе тăратăн. Анчах та пусмăрçăн хаярлăхĕ ăçта?

(14) Тыткăна лекнине кĕçех ирĕке кăларĕç, вăл тĕрмере вилмĕ, çăкăрсăр асапланмĕ.

(15) Эпĕ — Çÿлхуçа, санăн Турру, тинĕс хумĕсене ахăрмалла пăлхатаканĕ: Унăн ячĕ — Саваоф Çÿлхуçа.

(16) Тÿпене тытăнтарса тăмашкăн, çĕре çирĕплетмешкĕн, Сиона: «эсĕ Манăн халăхăм» тесе каламашкăн Хамăн сăмахăмсене санăн чĕлхÿ-çăварна хывăп, сана Хамăн аллăм хÿттипе витсе тăрăп.

(17) Вăран, вăран, çĕклен, Иерусалим, Çÿлхуçа аллинчен Унăн хаярлăхĕн куркине ĕçсе янăскерĕ, ÿсĕртекен куркана тĕппипе, тумлам юлмиччен ĕçнĕскерĕ, çĕклен.

(18) Хăй çуратнă пур ывăлĕ хушшинчен тупăнман ăна ертсе çÿрекенĕ, хăй ÿстернĕ пур ывăлĕ хушшинчен ăна алăран тытса пыраканĕ те тупăнман.

(19) Сана икĕ тĕрлĕ инкек çитнĕ! Камах кулянĕ-ши саншăн? Çарату та вĕлерÿ, выçлăх та хĕç! Камах йăпатĕ-ши сана?

(20) Çÿлхуçа çилли çитнĕрен, хăвăн Турру хăратса ÿкернĕрен санăн ывăлусем халран кайнă, танатана лекнĕ хир качаки пек, пĕтĕм урам кĕтессинче выртаççĕ.

(21) Эппин, итле çакна, асап тÿсекенĕ, эрех ĕçмесĕрех ÿсĕрĕлсе кайнăскерĕ,

(22) хăвăн Çÿлхуçу, Хăй халăхĕшĕн тавăракан Турă, хăвăн Турру, çапла калать: акă Эпĕ санăн аллунтан ÿсĕртекен куркана, Хамăн хаярлăхăм куркинчи çĕпрене, илĕп; урăх ĕçмĕн ăна,

(23) вара çавă куркана сана асаплантаракансене, сана: «ÿпне ÿк, сан тăрăх утса кайăпăр» тенĕскерсене, санăн çурăмна ура айĕнчи пылчăк вырăнне, иртсе çÿрекен урам вырăнне хунăскерсене аллинченех тыттарăп.

52

(1) Çĕклен, çĕклен, вăй-хăватна тăхăн, Сион! Эй Иерусалим, сăваплă хула, аслăлăхун чаплă тумне тăхăн! Ÿт кастарманнийĕ, таса марри ĕнтĕ сан хутлăхна кĕреймĕ.

(2) Тусанна силлесе тăк; çĕклен, тыткăнри Иерусалим! мăюнти сăнчăрна хывса ывăт, Сионăн тыткăнри хĕрĕ!

(3) Çÿлхуçа çапла калать: нимĕнсĕрех сутса янă сире, кĕмĕл тÿлемесĕрех хăтарĕç сире.

(4) Çÿлхуçа Турă çапла калать: Манăн халăхăм, пурăнма тесе, ĕлĕк Египета çÿренĕ, Ассур ăна сăлтавсăрах хĕсĕрленĕ.

(5) Халĕ вара Манăн кунта мĕн пулчĕ-ха? тет Çÿлхуçа; Манăн халăхăма тÿлевсĕрех илнĕ, вĕсен патшисем урсах кайнă, тет Çÿлхуçа, Манăн ятăма пĕр вĕçĕмсĕр, кашни кун хурлаççĕ.

(6) Çавăнпах ĕнтĕ Манăн халăхăм Манăн ятăма пĕлĕ; çавă кунхине вăл Эпĕ унчченхи пекех пулнине, Эпĕ: «Эпĕ кунтах!» тесе каланă чухнехи пекех пулнине пĕлĕ.

(7) Тăнăçлăха пĕлтерекенĕн, савăнăç пирки ырă хыпар сараканăн, çăлăнăç çинчен вĕрентекенĕн, Сиона: «санăн Турру патшана ларчĕ!» теекен ырă хыпарçăн ури ту çинче еплерех кĕрнеклĕ!

(8) Санăн хуралçусен сасси — епле хытă кăшкăраççĕ, вĕсем пурте пĕрле савăнаççĕ, мĕншĕн тесессĕн Турă Сиона таврăннине хăйсен куçĕпе хăйсем кураççĕ.

(9) Эй Иерусалим ишĕлчĕкĕсем, хĕпĕртенĕр, савăнăр, пĕрле юрлăр: ĕнтĕ Çÿлхуçа Хăйĕн халăхне йăпану кÿчĕ — Иерусалима хăтарчĕ.

(10) Çÿлхуçа Хăйĕн таса та хăватлă вăйне пур халăхсен куçĕ умĕнче кăтартрĕ — çĕрĕн мĕнпур вĕçĕ-хĕррийĕ пирĕн Туррăмăр çăлнине курĕ.

(11) Эй Çÿлхуçа савăтне йăтса çÿрекенсем, килĕр, килĕр, тухăр унтан; таса маррине ан тĕкĕнĕр; тухăр ун хушшинчен, хăвăра тасатăр.

(12) Васкамасăр тухатăр эсир, чупмасăр, мĕншĕн тесессĕн сирĕн умăртан Çÿлхуçа пырĕ, хыçăртан Израиль Турри сыхласа пырĕ.

(13) Акă Манăн Чурам ăнăçуллă пулĕ, асла тухĕ, çĕкленĕ, мухтавлă пулĕ.

(14) Ăна курсассăн чылайăшĕ тĕлĕнсе кайĕ: Унăн ырă сăнне тискерле амантса пĕтернĕ, этем ывăлне никама та çапла суранлатман.

(15) Вăл халăхсене нумайăшне тĕлĕнтерсе пăрахĕ; Ун умĕнче патшасем çăварне хупĕç: вĕсем хăйсене каламаннине курĕç, хăйсем илтменнине пĕлĕç.

53

(1) Эй Çÿлхуçамăр! пирĕнтен илтнĕ сăмаха кам ĕненнĕ, Çÿлхуçа хăвачĕ кама курăннă?

(2) Вăл Унăн умне типĕ çĕртен шăтакан хунав пек, калча пек шăтса тухнă; Унра кĕрнеклĕхĕ те, чапĕ те çук; эпир кур-тăмăр Ăна, пире Хăй патне илĕртмелĕх Унăн сăн-сăпачĕ те çукчĕ.

(3) Ăна — хĕн-асап тÿснĕ ара, чир-чĕр мĕнне пĕлекенскере — çынсем умĕнче мăшкăллатчĕç, ăçтиçук вырăнне хуратчĕç, пирĕн Ун çине пăхас та килместчĕ, Унран йĕрĕнетчĕç, эпир Ăна ним вырăнне те хумастăмăр.

(4) Вăл вара пирĕн асапа, нишлĕхе Хăй çине илнĕ, пирĕн чир-чĕре йышăннă; эпир ĕнтĕ Ăна Турă асап кÿнĕ, Ăна Турă хаса панă, кĕçĕне хăварнă тесе шутланă.

(5) Анчах та Вăл пирĕн çылăхсемшĕн суранланнă, пирĕн йĕркесĕр ĕçсемшĕн асапланнă; пирĕн тĕнче айăпне Ун çине тиенĕ, эпир вара Унăн суранĕсемпе сывалнă.

(6) Эпир пурте, сурăхсем пек, аташса çÿрерĕмĕр, кашнийĕ хăйĕн çулĕпе пăрăнса кайрĕ; Çÿлхуçа вара пирĕн пурсăмăрăн çылăхĕсене Ун çине хучĕ.

(7) Ăна асаплантарнă, анчах Вăл çакна Хăй ирĕкĕпе тÿснĕ, Вăл çăварне те уçман; пусма илсе каякан сурăх пек илсе кайнă ăна, çăмне касакан умĕнче пĕр сассăр выртакан путек пек, Вăл нимĕн те чĕнмен.

(8) Ăна мăшкăл кăтартнă, тÿрĕ сут туман; Унăн шăпи çинчен кам шухăшлать? Ăна чĕррисен çĕрĕнчен уйăрнă; Ăна Ман халăхăмăн çылăхĕсемшĕн вĕлернĕ.

(9) Ăна хурахсемпе юнашар пытарма палăртнă, анчах Ăна пуянăн тупăклăхне пытарнă, мĕншĕн тесессĕн Вăл çылăха кĕмен, Унăн чĕлхи-çăварĕнче суя-ултав пулман.

(10) Анчах та Унăн вилĕмĕ Çÿлхуçашăн юрăхлă пулнă, çавăнпа Вăл Ăна асап курма пÿрнĕ. Унăн чунĕ ÿкĕнĕç парни кÿрсессĕн, Вăл вара ĕмĕрлĕх ăрăва курĕ, Çÿлхуçа ирĕкĕ Унăн аллипе пурăнăçланса пырĕ.

(11) Хăй чунĕн аслă ĕçĕ çине Вăл кăмăллăн пăхĕ; Турра пĕлнипе Вăл — Сăваплăскер, Манăн Чурам — чылайăшне тÿрре кăларĕ, вĕсен çылăхĕсене Хăй çине илĕ.

(12) Хăйĕн чунне вилĕме панăшăн, Ăна вăрă-хурах шутне кĕртнĕшĕн, нумайăшĕн çылăхне Хăй çине илнĕшĕн, усал çынсене хунтăланăшăн Эпĕ Ăна аслисем хушшинче пай парăп, Вăл вăйлисемпе пĕрле тупăш уйăрĕ.

54

(1) Эй хĕсĕр арăм, ача çуратман арăм, савăн; эй çуратса асапланман арăм, кăшкăр та хĕпĕрте: Çÿлхуçа çапла калать: пăрахса хăварнă арăмăн ачи-пăчийĕ упăшкаллă арăмăннинчен ытларах.

(2) Чатăрна аслăлат, тăррине сарлака ту; ан вăтан — вĕренÿсене вăрăмрах тăс, шалчусене çирĕп ларт:

(3) эсĕ сылтăмалла та, сулахаялла та сарăлăн, санăн ăрăву халăхсене пăхăнтарĕ, тустарса тухнă хуласенче пурăнма пуçлĕ.

(4) Ан хăра — намăса тăрса юлмăн; ан шиклен — мăшкăл курмăн: яшлăхунта намăс тÿснине эсĕ манăн, тăлăх арăмăн хурлă пурăнăçне текех аса илмĕн:

(5) санăн упăшку — хăвна Пултараканĕ; Унăн ячĕ — Саваоф Çÿлхуçа; сана çăлаканĕ — Израиль Святойĕ: пĕтĕм тĕнче Турри тесе калĕç Ăна.

(6) Пăрахса хăварнă, чун-чĕререн кулянакан арăма чĕннĕ пекех чĕнет сана Çÿлхуçа, яш вăхăтри арăма, уйăрса янăскерне, чĕннĕ пекех чĕнетĕп, тет санăн Турру.

(7) Эпĕ сана вăхăтлăха çеç хăвартăм, халĕ тем пекех хĕрхенсе йышăнăп сана.

(8) Çиллĕм хĕрсе çитнĕ чухне сăнăма вăхăтлăха санран пытартăм, анчах ĕмĕрлĕхе ырăлăх парса каçарăп сана, тет Çÿлхуçа, сана Хăтараканĕ:

(9) Маншăн çакă — Ной шывĕ пекех: Ной шывĕ çĕр çине урăх килмĕ тесе тупа тунă евĕр, Эпĕ сана çилленмĕп, сана ÿпкелемĕп тесе тупа турăм.

(10) Тусем вырăнĕнчен куçĕç, сăртсем чĕтресе хускалĕç — Манăн ырăлăхăм вара санран уйăрăлмĕ, санпа хывнă халалăм улăшăнмĕ, тет сана савакан Çÿлхуçа.

(11) Мĕскĕнскер, сана çил-тăвăл тулать, эсĕ лăпланăç мĕнне пĕлместĕн! Акă никĕсне рубин хурăп, санăн никĕсне сапфиртан хывăп;

(12) чÿречÿсене рубинран тăвăп, хапхусене — ĕнчĕрен, мĕнпур хÿмÿне хаклă чулсенчен тăвăп.

(13) Санăн пур ывăлна та Çÿлхуçа вĕрентĕ, ывăлусем пурăнĕç тăнăçлăн, татуллăн.

(14) Эсĕ тÿрĕлĕхпе çирĕпленĕн, пусмăртан инçетре тăрăн: ĕнтĕ хăрамалли çук санăн; тис-керлĕхрен аякра пулăн, вăл сан патна çывăхараймĕ.

(15) Акă сана хирĕç вăрçма хатĕрленĕç, анчах ку — Ман ирĕкĕм мар; сана хирĕç вăрçма кирек кам хатĕрлентĕр — тĕп пулĕ.

(16) Вутри кăмрăка вĕрсе çунтаракан, вăрçă кăралĕ туптакан тимĕрçĕне Эпĕ пултартăм. Тĕп тăвакан пĕтермĕше Эпĕ пултартăм.

(17) Санпа вăрçă вăрçма хатĕрленĕ кăрал ăнăçлă пулаймĕ; санпа сутра тавлашакан кирек кама та эсĕ хăв айăплăн. Çакă вăл — Çÿлхуçа чурисене тивĕçлĕ пай, вĕсем Ман урлă тÿрре тухаççĕ, тет Çÿлхуçа.

55

(1) Шывшăн антăхакансем! пурте шыв патне кайăр; кĕмĕлсĕррисем, эсир те кайăр, туянăр та çийĕр; кайăр, кĕмĕлсĕрех, тÿлемесĕрех эрехпе сĕт туянăр.

(2) Апат мар япалашăн сирĕн мĕншĕн кĕмĕл виçсе памалла-ха? тăрантарман япалашăн сирĕн мĕншĕн хăвăр ĕçлесе илнине памалла-ха? Мана тимлĕн тăнлăр, вара пахине çийĕр, сирĕн чунăр çупа тутă пултăр.

(3) Хăлхăра тайăр та Ман патăма килĕр: итлĕр, чунăр чĕрĕ пулĕ — вара Давида пама пулнă ĕмĕрлĕх халала, улшăнми ырăлăха, сире парăп;

(4) Эпĕ ăна халăхсенĕн кÿнтеленĕ, çулпуçĕ, халăхсене вĕрентекенĕ турăм.

(5) Акă эсĕ хăв пĕлмен халăха чĕнсе илĕн, вара сана пĕлмен халăхсем Çÿлхуçашăн, санăн Туррушăн, Израиль Святойĕшĕн сан патна васкĕç, мĕншĕн тесессĕн Вăл сана мухтава кăларнă.

(6) Çÿлхуçана тупма май пур чухне — шырăр Ăна; Вăл çывăхрах чухне — чĕнĕр Ăна.

(7) Çылăхли хăйĕн çулĕнчен, йĕркесĕр ĕç тăвакан хăйĕн усал шухăшĕсенчен пăрăнтăр, Çÿлхуçа енне çаврăнтăр, Вăл ăна каçарĕ, пирĕн Туррăмăр патне пытăр: Вăл нумай ырăлăхлă.

(8) Сирĕн шухăшăр — Манăн шухăшăм мар, Манăн çулăм-йĕрĕм — сирĕн çулăрсем мар, тет Çÿлхуçа.

(9) Тÿпе çĕртен çÿлерех пулнă пек, Манăн çулăм-йĕрĕм те сирĕн çулăрсенчен çÿлерех, Манăн шухăшăм та сирĕн шухăшăртан çÿлерех.

(10) Çумăрпа юр тÿперен анаççĕ, каялла таврăнмаççĕ, çĕре шăварса, ăна вăй параççĕ: çĕр вара çуратать, ÿстерет, акакана вăрлăх, çиекене çăкăр парать.

(11) Манăн чĕлхе-çăварăмран тухакан сăмах та çавăн пек: вăл Ман патăма усăсăр таврăнмасть, Мана мĕн кирлĕ — çавна тăвать, Эпĕ ăна мĕн тума янă — çавна пурăнăçа килтерет.

(12) Апла эсир хаваслансах тухатăр, сире кăмăллăн ăсатса ярĕç; тусемпе сăртсем сирĕн умăрта юрă юрлĕç, хирти йывăçсем пурте сире алă çупĕç.

(13) Йĕплĕ тĕмсем вырăнне кипарис ÿссе ларĕ, вĕлтĕрен вырăнне мирт йывăçĕ ÿсĕ; çакă вăл Çÿлхуçа мухтавĕшĕн пулĕ, нихăçан арканми ĕмĕрлĕх паллăшăн пулĕ.

56

(1) Çÿлхуçа çапла калать: тÿрĕ сут тăвăр, тĕрĕссине тăвăр: Эпĕ çăласси, Манăн чăнлăхăм пĕлтересси çывăхрах.

(2) Çапла тăвакан ар, çакна çирĕп тытса тăракан, шăматкуна ирсĕрлĕхрен упракан, аллине усал ĕç тăвасран тытса чаракан этем ывăлĕ телейлĕ.

(3) Урăх йăхăн ывăлĕ, Çÿлхуçана уяканскер: «Çÿлхуçа мана Хăйĕн халăхĕнчен уйăрĕ» тесе ан калатăр, хайран та: «акă эпĕ — хăрнă йывăç» тесе ан калатăр.

(4) Хайрансем çинчен Çÿлхуçа çапла калать: Манăн шăматкуна уякансене, Маншăн юрăхлине суйласа илекенсене, Манăн халала çирĕп тытакансене

(5) Эпĕ Хамăн Çуртăмра, Хамăн килĕмре ывăлсемпе хĕрсенчен лайăхраххине — нихăçан пĕтмелле мар ĕмĕрлĕх ят — парăп.

(6) Урăх йăхсен ывăлĕсене — Çÿлхуçашăн ĕçлесе тăма, Çÿлхуçа ятне юратма, Унăн чурисем пулма Çÿлхуçа енне çаврăннă ывăлĕсене — шăматкуна ирсĕрлетесрен сыхланакансене, Манăн халала çирĕп тытакансене пурне те

(7) Эпĕ Хамăн сăваплă тăвăм çине илсе килĕп, вĕсене Хамăн кĕлĕ Çуртĕнче савăнтарăп; вĕсен парнисем — пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿнисем те, ытти парнийĕ те — парне вырăнĕ çинче Маншăн кăмăллă пулĕç, мĕншĕн тесессĕн Манăн Çуртăма мĕнпур халăхсенĕн кĕлĕ Çурчĕ тейĕç.

(8) Израилĕн сапаланнă çыннисене пухакан Çÿлхуçа Турă çапла калать: çакăнта пуçтарнă çынсем çумне Эпĕ ыттисене те пуçтарăп.

(9) Хирти мĕнпур тискер кайăк, вăрманти мĕнпур тискер кайăк, килĕр, çийĕр!

(10) Вĕсен хуралçисем пурте суккăр тата ăссăр; вĕсем пурте — чĕлхесĕр, вĕрме пĕлмен, хырăмпа шăвăнса çÿрекен, çывăрма юратакан йытăсем.

(11) Вĕсем — çăткăн чунлă, тăранма пĕлмен йытăсем! Вĕсем — ăссăр кĕтÿçĕсем: кашнийĕ хăйĕн çулĕпе пырать, кашнийĕ хăйĕн усламне шырать.

(12) «Килĕр, эпĕ эрех тупса хуратăп, тăраниччен çиккер ĕçĕпĕр, ыран та паянхи пекех пулать, тен, ытларах та савăнăпăр!» теççĕ.

57

(1) Тÿрĕ пурăнăçпа пурăнакан вилет, анчах никам та вăл вилнине чунĕ патне илмест; сăваплă арсене те çĕр çинчен илсе каяççĕ, çакă вăл тÿрĕ çынна усалтан уйăрса кайни пулнине никам та ăнланмасть.

(2) Вăл канăçлăха каять; тÿрĕ çулпа çÿрекенсем выртан вырăнĕ çинче канăçлăх курĕç.

(3) Эй асамçă арăм ывăлĕсем, аскăн арпа асăх арăм вăрлăхĕ, килĕр-ха кунта, çывăхарăр-ха!

(4) Камран кулатăр эсир? кама хирĕç çăвар каратăр, чĕлхе кăларса витлетĕр? эсир усал ĕç ачисем, суя-ултав вăрлăхĕ мар-и?

(5) кашни лаштра йывăç айне йĕрĕхсем патне аскăнма чупакансем, шывсем çывăхĕнче, сăртсен хушăкĕсенче хăвăр ачăрсене пусса паракансем мар-и эсир?

(6) Эсĕ илес пай — çырма хĕрринчи яка чулсем; ĕнтĕ вĕсем, вĕсем — санăн шăпу; эсĕ вĕсем çине эрех сапатăн, вĕсене парне паратăн: çакă кăмăллă пулма пултарать-и Маншăн?

(7) Çÿллĕ, таçтан курăнакан ту çинче эсĕ выртмалли вырăн тăватăн, унта парне кÿме улăхатăн.

(8) Алăк хыçĕнче, алăк янаххи хыçĕнче те хăвăн паллусене лартатăн; Манран пăрăнса кайнăскер, эсĕ çарамасланатăн та улăхатăн; вырăнна сарса аслăлататăн, вара хăв кампа выртма юрататăн, çавăнпа килĕшсе татăлатăн — вырăн шыратăн.

(9) Ырă шăршăллă çу илсе эсĕ патша патне те кайнă, тем тĕрлĕ те сĕрĕннĕ, хăвăн элчÿсене аякках ăсатнă, эсĕ ĕнтĕ çĕр тĕпне анса каймаллах мĕскĕнленнĕ.

(10) Çулпа чылай пынăран ĕшеннĕ, анчах та эсĕ: «шанăçăм пĕтрĕ!» тесе каламан; санăн аллунта çав-çавах чĕрĕ вăй пулнă, çавăнпах ĕнтĕ халран кайнине те туйман.

(11) Манран сивĕнмеллех, Мана манса каймаллах, Мана чĕрÿнтен кăларса пăрахмаллах эсĕ камран хăраса-сехĕрленсе ÿкнĕ вара? Эпĕ чĕнменнипе, чылай хушă чĕнменнипе эсĕ Манран хăрами пултăн мар-и?

(12) Эпĕ санăн тÿрĕлĕхне, санăн ĕçÿсене кăтартăп, анчах та вĕсем саншăн усăллă пулмĕç.

(13) Эсĕ кăшкăрнă-ÿленĕ чухне эшкерÿ çăлĕ-ши сана? — вĕсене пурне те çил вĕçтерсе кайĕ, варкăш сапаласа ярĕ; Мана шанса тăраканĕ вара çĕре еткере илĕ, Манăн сăваплă тăвăма тытса тăма пуçлĕ.

(14) Калĕç ун чухне: тикĕслетĕр, тикĕслетĕр, çул-йĕре тикĕс тăвăр, Ман халăхăмăн çулĕ çинчи чăрмавсене илсе пăрахăр.

(15) Мухтавлăскер, Аслă Чапа Тухнăскер, ĕмĕр Пурăнаканĕ,— Унăн ячĕ Святой,— çапла калать: Эпĕ тÿпере, сăваплă вырăнта пурăнатăп, тата Эпĕ — хурлăх тÿсекенсен халне чĕртмешкĕн, мĕскĕнсен чĕрине чĕртмешкĕн — мĕскĕнсемпе, хурлăх тÿсекенсемпе пĕрле пурăнатăп.

(16) Эпĕ ĕмĕрĕпех сутлашмăп, вĕçне çитиех çилленмĕп; унсăрăн Хамах пултарнă чĕм те, сывлăш сывлаканĕ те пурте Хамăн умрах халсăрланса çитĕç.

(17) Укçа-тенкĕшĕн антăхса çылăха кĕнĕшĕн Эпĕ вĕсене çилленеттĕм, асап хураттăм, сăнăма пытараттăм, тарăхаттăм; анчах та вĕсем, Манран уйăрăлса, хăйсен чĕри çулĕпе кайрĕç.

(18) Эпĕ вĕсен çулĕсене асăрхасах тăтăм, çавах вĕсене сыватăп, ертсе çÿрĕп, вĕсене, хурлăх тÿсекенсене, йăпатăп.

(19) Хамăн сăмахăма пурăнăçлăп: канăçлăх пултăр, аякрине те, çывăхрине те канăçлăх пултăр, тет Çÿлхуçа, Эпĕ вĕсене сыватăп.

(20) Çылăхлисем вара — хумханакан, ниепле те лăпланма пултарайман, юшкăнпа пылчăк кăларса ывăтакан тинĕс пек.

(21) Çылăхлисемшĕн канăçлăх çук, тет манăн Туррăм.

58

(1) Хытă кăшкăр, хăвна ан чар; сассуна вăйлат — трупа пек пултăр, Манăн халăхăма хăйĕн йĕркесĕр ĕçĕсене, Иаков килне хăйĕн çылăхĕсене кăтарт.

(2) Вĕсем — тÿрĕ пурăнăçпа пурăнакан, хăй Туррийĕн саккунĕсене тытса тă-ма пăрахман халăх пек — кунсеренех Мана шыраççĕ, вĕсем Манăн çулăм-йĕрĕме пĕлесшĕн; вĕсем Манран тÿрĕлĕх сучĕ çинчен ыйтаççĕ, вĕсем Турă патне çывăхарасшăн:

(3) «эпир типĕ мĕншĕн тытатпăр, Эсĕ курмастăн-им? чунăмăра йăвашла-татпăр, Эсĕ пĕлместĕн-им?» теççĕ. Эсир типĕ тытмалли кун та хăвăр мĕн тăвас тенине тăватăр, ыттисене йывăр ĕç тума хистетĕр.

(4) Эсир акă тавлашма та хирĕç-ме, ыттисене чарусăр алăпа çапма-хĕнеме типĕ тытатăр; çапла типĕ тытатăр пулсассăн, сирĕн сассăра çÿлте илтес çук çав.

(5) Çын хăйĕн чунне тăвăнтарса çитернĕ кун — пуçне хăмăш пек авса пĕкнĕ, хăйĕн айне çĕтĕк-çатăк та кĕл сарнă кун — Эпĕ суйласа илнĕ типĕ кунĕ шутланать-и вара? Çакна типĕ тытни тетĕн-и, Çÿлхуçашăн кăмăллă пулнă кун тетĕн-и?

(6) Эпĕ акă мĕне суйласа илнĕ, типĕ тытасси акă мĕнле пулмалла: тĕрĕсмарлăх сăнчăрне тат, пусмăр тăллине салт, хĕсĕрленине тÿсекенсене ирĕке яр, пур сÿсмен çыххине те татса ывăт;

(7) çăкăрна выçă çынпа пайла, килсĕр-çуртсăр чухăна пÿртне илсе кĕр; çарамассине курсассăн — тумлантар ăна, вĕсем те çынсемех — ан пытан.

(8) Вара санăн çуту шуçăм пек уçăлĕ, кĕçех суранăрсем тÿрленĕç, тÿрĕлĕхÿ хăвăн умăнтан пырĕ, Çÿлхуçа мухтавĕ санпа пĕрлех çÿрĕ.

(9) Çавăн чухне чĕнĕн те эсĕ — Çÿлхуçа илтĕ сана; тархаслăн та — Вăл: «Эпĕ кунтах!» тейĕ. Эсĕ хăвăр хуш-шăрти пусмăра пĕтерсессĕн, пÿрнÿне çÿлелле çĕклеме, кÿрентерсе калаçма пăрахсассăн,

(10) хăвăн чунна выçă çынна парсассăн, инкекри этем чунне тăрантарсассăн тĕттĕмлĕхре санăн çуту çĕкленсе тухĕ, санăн сĕмлĕхÿ кăнтăр кунĕ евĕр çуталса кайĕ;

(11) вара Çÿлхуçа яланах санăн çулпуçу пулĕ, шăрăх та типĕ вăхăтра чунна тăрантарĕ, шăмму-шаккуна çу хывĕ, эсĕ вара тулăх шывпа шăварнă йывăç пахчи пек, нихăçан та тапма чарăнман шыв çăлкуçĕ пек пулăн.

(12) Авалхи ишĕлчĕксем вырăнне çĕнĕ хуласем эсĕ лартăн, темиçе ĕмĕр выртакан никĕссене çĕнетĕн, вара сана ишĕлчĕксене юсаканĕ, пурăнакансем валли çĕнĕ урам тăваканĕ, тейĕç.

(13) Манăн сăваплă кунăмра шăматкуна уяса уруна хăвăн еккÿ хыççăн кайма тытса чарсассăн, шăматкуна хăвăн савăнăçу, Çÿлхуçанăн таса, чыслă кунĕ тесессĕн, ăна чысласа аллуна кулленхи ĕçе тытмасассăн, кăмăлу хыççăн каймасассăн, сăмах-юмах вакламасассăн,

(14) эсĕ Çÿлхуçа урлă савăнăç курăн, Эпĕ сана çĕр тÿпине хăпартăп, Иаков аçу çĕрĕн çимĕçĕпе тăрантарăп: çакна Çÿлхуçа чĕлхи-çăварĕ каланă.

59

(1) Çăлас тесессĕн, Çÿлхуçа алли кĕскелмен, илтес тесессĕн, Унăн хăлхи хупланман.

(2) Анчах сире хăвăр Туррăртан йĕркесĕр ĕçĕрсем уйăрттарса янă, çылăхăрсене пула, сире илтес мар тесе, Вăл Хăйĕн сăнне сирĕнтен пытарнă,

(3) мĕншĕн тесессĕн сирĕн аллăр юнпа, сирĕн пÿрнĕрсем йĕркесĕр ĕçсемпе ирсĕрленнĕ; сирĕн тута-çăварăр суя суять, сирĕн чĕлхĕр тĕрĕсмарлăх калать.

(4) Тÿрĕлĕхшĕн нихăшĕ те вирлĕн калаçмасть, нихăшĕ те чăнлăха хÿтĕлемест: ăçтиçука шанаççĕ, суя суяççĕ, усал тĕвĕлеççĕ те усал ĕç çуратаççĕ;

(5) çĕлен çăмартисене пусса лараççĕ, эрешмен карти караççĕ: кам çав çăмартана çиет, çавă вилет, лапчăтсассăн — çĕлен шуса тухать.

(6) Эрешмен карти тумтир тума юрăхсăр, вĕсем хăйсем мĕн тунине тăхăнаймĕç; вĕсен ĕçĕсем — усал ĕçсем, аллисем хĕсĕрлеççĕ, пусмăрлаççĕ.

(7) Вĕсенĕн урисем усал тума чупаççĕ, вĕсем айăпсăр юн юхтарма васкаççĕ; вĕсен шухăшĕсем — çылăхлă шухăшсем; вĕсен çулĕ çинче — çарату та вилĕм.

(8) Тăнăçлăх çулне пĕлмеççĕ вĕсем, вĕсен çулĕ çинче тÿрĕ сут çук; вĕсен çулĕсем кукăрăлса кайнă, çав çулсемпе пыракан никам та тăнăçлăх мĕнне пĕлмест.

(9) Çавăнпах ĕнтĕ сут пирĕн патăртан аякра, пирĕн патăмăра тÿрĕ сут çитеймест; çутта кĕтетпĕр те, тĕттĕм акă, çутăлса каясса кĕтетпĕр те — хамăр сĕмлĕхре çÿретпĕр.

(10) Суккăрсем пек, хÿмене хыпаласа çÿретпĕр, куçсăр юлнă пек, хыпашласа пыратпăр; кăнтăр кунĕнчех, каç сĕмĕ çитнĕ пек, такăнатпăр, чĕррисем хушшинче вара — вилнисем пек.

(11) Эпир пурте упа пек мĕкĕретпĕр, кăвакарчăн пек йынăшатпăр; тÿрĕ сут пуласса кĕтетпĕр, анчах вăл çук, çăлăнăçа шанатпăр — пирĕн патăртан аякра вăл.

(12) Санăн умра темĕн чухлĕ усал ĕç турăмăр, пирĕн çылăхсем пире хирĕçле кÿнтелеççĕ: усал ĕçĕмĕрсем хамăрпа пĕрлех çав, эпир хамăрăн усал ĕçсене пĕлсех тăратпăр.

(13) Эпир улталарăмăр, Çÿлхуçа умĕнче суйрăмăр, хамăр Туррăмăртан пăрăнтăмăр; элеклерĕмĕр, сутăнчăкла калаçрăмăр, чĕрере суя сăмах тĕвĕлесе, суя сăмахах çуратрăмăр.

(14) Вара тÿрĕ сут каялла чакрĕ, тĕрĕслĕх аякка кайса тăчĕ, мĕншĕн тесессĕн чăнлăх урам тăваткăлĕнче такăнчĕ, тÿрĕлĕх те кунта килеймест.

(15) Ĕнтĕ чăнлăх пĕтрĕ, усалтан пăрăнакана мăшкăллаççĕ. Çÿлхуçа çакна курнă, тÿрĕлĕх çукки Унăн куçĕшĕн ытла ирсĕр курăннă.

(16) Çын çуккине курнă вара, хÿтĕлевçĕ çуккинчен тĕлĕннĕ вара; Ăна ĕнтĕ Хăйĕн вăйĕ-хăвачĕ пулăшнă, Ăна Хăйĕн тÿрĕлĕхĕ хунтăланă.

(17) Вăл тимĕр тумтир вырăнне тÿрĕлĕх тăхăннă, пуçне тимĕр калпак, çăлăнăç калпакĕ, тăхăннă; тавăру ризине тумтир пек тăхăнса янă, юпăнчăпа витĕннĕ пек, хаярлăхпа витĕннĕ.

(18) Вăл тавăру виçипе виçсе парĕ, Хăйне хирĕç тăракансене хаяррăн, Хăйĕн тăшманĕсене çилĕллĕн виçсе парĕ, утравсене тивĕçлипе тавăрĕ.

(19) Çÿлхуçа ятĕнчен анăçра хăраса ÿкĕç, Унăн мухтавĕнчен хĕвел тухакан çĕрте сехĕрленĕç. Тăшман юханшыв пек капланса килсессĕн, Çÿлхуçа варкăшĕ хăваласа ярĕ ăна.

(20) Вара Сиона Çăлаканĕ, Иаковăн çылăхран пăрăннă ывăлĕсене Çăлаканĕ килĕ, тет Çÿлхуçа.

(21) Акă Манăн вĕсемпе хывнă халалăм, тет Çÿлхуçа: Манăн сан çинчи Сывлăшăм, Эпĕ санăн чĕлхÿ-çăварна хывнă сăмахăмсем санăн чĕлхÿ-çăварунтан, санăн ăрăвун чĕлхи-çăварĕнчен, сан ăрăвусен ăрăвĕсенĕн чĕлхи-çăварĕнчен паянтан пуçласа ĕмĕр-ĕмĕр кайма пĕлмĕç, тет Çÿлхуçа.

60

(1) Эй Иерусалим, çĕклен, çутал: санăн çуту çитрĕ, сан çийĕн Çÿлхуçа мухтавлăхĕ тухрĕ.

(2) Акă ĕнтĕ çĕре тĕттĕм хуплĕ, халăхсене сĕмлĕх хуплĕ; сан тĕлĕнте вара Çÿлхуçа çуталса тăрĕ, сан çийĕн Унăн мухтавĕ çитĕ.

(3) Вара халăхсем санăн çуту патне, патшасем сан çийĕн ялкăшса тухакан ялтăрав патне килĕç.

(4) Куçна çĕкле те тавралла пăхса ил: вĕсем пурте пухăнаççĕ, сан патна килеççĕ; санăн ывăлусем аякран килеççĕ, санăн хĕрÿсене алă çинче çĕклесе килеççĕ.

(5) Çакна курăн та хĕпĕртесех ÿкĕн, чĕрÿ кăртлатса илĕ, анлăн тапма пуçлĕ, мĕншĕн тесессĕн тинĕс пуянлăхĕ санăн пулĕ, халăхсен пурлăхĕ сан патна килĕ.

(6) Пĕтĕм ураму тулли тĕве — Мадианран, Ефаран килнĕ пĕр курпунлă тĕве — пулĕ; сан патна Савăра пурăнакансем çитĕç, ылтăнпа латăн илсе килĕç, Çÿлхуçа мухтавлăхне пĕлтерĕç.

(7) Кидарăн мĕнпур сурăхне пухĕç сан патна; Неваиоф такисем саншăн усăллă пулĕç: вĕсене — Маншăн кăмăллă парнене — парне вырăнĕ çине çĕклесе хурăн, вара Эпĕ мухтавлăхăн Çуртне мухтава кăларăп.

(8) Камсем вĕсем — пĕлĕтсем пек, кăвакарчăнсем хăйсен йăви патне вĕçнĕ пек вĕçеççĕ?

(9) Çапла, Мана утравсем кĕтеççĕ, кунталла Фарсис карапĕсем ишеççĕ, вĕсем санăн аякри ывăлусене, ывăлусемпе пĕрлех вĕсенĕн ылтăн-кĕмĕлне санăн Çÿлхуçа Туррун ячĕпе, Израиль Святойĕн ячĕпе илсе килеççĕ — Вăл сана мухтава кăларчĕ.

(10) Вара ют халăхсен ывăлĕсем санăн хÿмÿсене хăпартĕç, вĕсенĕн патшисем саншăн ĕçлесе тăрĕç: Эпĕ сана çиллĕм килнĕ чухне пĕтерсе тăтăм, халĕ саншăн кăмăллă пулăп, саншăн ырă пулăп.

(11) Санăн хапхусем яланах уçă тăрĕç, сан патна халăхсен пурлăхне тиесе килмешкĕн, вĕсен патшисене илсе çитермешкĕн кăнтăрла та, çĕрле те хупăнмĕç вĕсем.

(12) Ĕнтĕ саншăн ĕçлесе тăма килĕшмен халăхпа патшалăхсем пĕтеççĕ, ун пек халăхсем пуçĕпех тĕп пулаççĕ.

(13) Манăн сăваплă вырăнăма илем кÿмешкĕн сан патна Ливан мухтавĕ — кипарис, хыр, вĕсемпе пĕрлех кедр та — килĕ, вара Эпĕ Хамăн ура саккине мухтава кăларăп.

(14) Хăвна пусмăрласа тăнисен ывăлĕсем сан патна пĕр хирĕçмесĕр килĕç, санран мăшкăлласа кулнисем пурте санăн уру умне ÿкĕç, сана Çÿлхуçа хули, Израиль Святойĕн Сионĕ тейĕç.

(15) Сана пăрахса хăварнăччĕ, сана кураймастчĕç, çавăнпа сан урлă никам та çÿреместчĕ, ун вырăнне сана ĕмĕрлĕхех асла кăларăп, ăруран ăрăвах телейлĕ тăвăп.

(16) Эсĕ халăхсен сĕчĕпе тăранса пурăнăн, патшасен кăкăрне ĕмĕн, вара Эпĕ, Çÿлхуçа, хăвна Çăлаканĕ иккенне, хăвна Хăтараканĕ, Иаковăн Вăйлăскерĕ иккенне пĕлĕн.

(17) Пăхăр вырăнне сана ылтăн, тимĕр вырăнне кĕмĕл, йывăç вырăнне йĕс, чул вырăнне тимĕр кÿрсе тăрăп; тăнăçлăх санăн пуçлăху пулĕ, сана пăхса тăраканĕ тÿрĕлĕх пулĕ.

(18) Санăн çĕрÿ çинче пусмăр çинчен, санăн хутлăхунта çаратни-аркатни çинчен сас-хура илтĕнмĕ урăх; вара эсĕ хăвăн хÿмусене Çăлăнăç тейĕн, хăвăн хапхусене Мухтав тейĕн.

(19) Ĕнтĕ хĕвел саншăн кăнтăрлахи çутă пулмĕ, уйăх та сана çутатмĕ; санăн ĕмĕрлĕх çуту Çÿлхуçа пулĕ, хăвăн Турру санăн мухтаву пулĕ.

(20) Ĕнтĕ хĕвелÿ нихăçан та анмĕ, уйăху та пытанмĕ: ĕмĕрлĕх çутă саншăн Çÿлхуçа пулĕ, хурлăхлă кунусем иртсе кайĕç.

(21) Санăн пĕтĕм халăху тÿрĕ халăх пулĕ, çĕре — Эпĕ лартнă хунава, Ман аллăмсен ĕçне — Мана мухтава кăлармашкăн ĕмĕрлĕхе еткере вăл илĕ.

(22) Сахаллинчен — пин, чи халсăрринчен вăйлă халăх пулĕ. Хăйĕн вăхăчĕ çитсессĕн, çакна Эпĕ, Çÿлхуçа, хăвăртах пурăнăçа килтерĕп.

61

(1) Ман çинче — Çÿлхуçа Турă Сывлăшĕ: мĕскĕнсене ырă хыпар пĕлтермешкĕн Çÿлхуçа Мана çу сĕрчĕ, Мана хуйхăпа касăлнă чĕреллисене лăплантарма, тыткăнрисене ирĕке тухасси çинчен пĕлтерме ячĕ, хупса хунисене тĕрме алăкĕ уçăласси çинчен {Çитмĕлĕн куçарнинче: суккăррисене куçĕ уçăласси çинчен},

(2) Çÿлхуçа ырăлăхĕн вăхăчĕ çитессе, Туррăмăрăн тавăру кунĕ çитессе пĕлтерме, пур кулянакана та йăпатма ячĕ,

(3) Сион çинче хуйхăрса пурăнакансене пулăшма: вĕсене кĕл вырăнне пуçкăшăль, куççуль вырăнне савăнăç çăвĕ, хурлăх вырăнне мухтав тумĕ парнелеме ячĕ; вĕсене вара чăнлăхпа вăйлисем, Çÿлхуçа Хăйĕн мухтавĕшĕн лартнă йывăçсем тейĕç.

(4) Вара ĕмĕрхи пушхирсенче çурт-йĕр лартса тултарĕç, авалхи ишĕлчĕксене сиплĕç, авалхи ăрусенчен тăрса юлнă юхăнчăк хуласене çĕнетĕç.

(5) Ют çĕр çыннисем килĕç те сирĕн выльăхăра кĕтме пуçлĕç; ют çĕршыв çыннисен ывăлĕсем сирĕн çĕре ĕçлесе тăрĕç, пахчăрсенче — иçĕм пахчисенче — ĕçлĕç.

(6) Сире вара Çÿлхуçа священникĕсем, Туррăмăра ĕçлесе тăраканĕсем тесе чĕнĕç; вара халăхсен мулĕпе усă куратăр, вĕсен мухтавĕпе мухтавлă пулатăр.

(7) Намăс тÿснĕшĕн сире ырри икĕ хут ытларах пулĕ. Мăшкăл курнăшăн вĕсем хăйсене тивнĕ тивлетпе савăнĕç, мĕншĕн тесессĕн хăйсен çĕрĕнче икĕ хут ытларах илĕç; вĕсен ĕмĕрлĕх савăнăç пулĕ.

(8) Мĕншĕн тесессĕн Эпĕ, Çÿлхуçа, тÿрĕлĕхе юрататăп, пусмăр туса çаратнине кураймастăп, вĕсене тивĕçлипе ырăлăх парăп, вĕсемпе ĕмĕрлĕх халал хывăп;

(9) вара вĕсен вăрлăхĕ халăхсем хушшинче, вĕсен несĕлĕ йăхсем хушшинче паллă пулĕ; вара куракансем пурте вĕсем Çÿлхуçа пилне илнĕ вăрлăх пулнине ăнланĕç.

(10) Çÿлхуçашăн хĕпĕртемеллипех хĕпĕртĕп эпĕ, манăн чунăм Туррăмшăн савăнĕ: Вăл мана çăлăнăç ризипе чĕркерĕ, тÿрĕлĕх тумне тумлантарчĕ; мана, кĕрÿ каччăна чысланă евĕр, пуçкăшăль тăхăнтартрĕ, качча тухас хĕре капăрлатнă пек илемлетрĕ мана.

(11) Çĕр хăйĕн йывăç-курăкне çитĕнтернĕ пек, пахча мĕн акнине ÿстернĕ пек, Çÿлхуçа Турă пур халăх умĕнче тÿрĕлĕхпе мухтав кăтартĕ.

62

(1) Унăн тÿрĕлĕхĕ, çутă пек, çĕкленмесĕр, унăн çăлăнăçĕ, çунакан çутаткăç пек, килмесĕр Сионшăн чĕнмесĕр тăраймастăп, Иерусалимшăн калаçмасăр чăтаймастăп.

(2) Халăхсем санăн тÿрĕлĕхне, патшасем пурте санăн мухтавлăхна курĕç, вара сана Çÿлхуçа чĕлхи-çăварĕ хуракан çĕнĕ ятпа чĕнме пуçлĕç.

(3) Вара Çÿлхуçа аллинче эсĕ мухтав пуçкăшăлĕ пулăн, хăвăн Турру аллинче патша пуçкăшăлĕ пулăн.

(4) Ĕнтĕ сана «пăрахса хăварнăскерĕ» тееймĕç, санăн çĕрÿ пирки те «пушхир» тесе калаймĕç, сана «Çÿлхуçа пиллĕхне илнĕскерĕ», санăн çĕрне «качча тухнăскерĕ» тейĕç, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа сана кăмăллать, санăн çĕрÿ мăшăрланать.

(5) Каччă хĕрпе пĕрлешнĕ евĕр, санăн ывăлусем те санпала пĕрлешĕç; кĕрĕвĕ вара çураçнă хĕрĕ пирки епле савăнать, санăн Турру та саншăн çавăн пекех савăнĕ.

(6) Санăн хÿмÿсем çине, Иерусалим, Эпĕ хуралçăсем тăратрăм, вĕсенĕн сасси кăнтăрла та, çĕрле те чарăнмĕ. Эй эсир, Çÿлхуçа çинчен аса илтерсех тăракансем! шарламасăр ан тăрăр,

(7) Вăл Иерусалима çĕр çинче мухтава кăлариччен, ăна çĕнетиччен Унăн умĕнче шарламасăр ан тăрăр,

(8) Хăйĕн сылтăм аллийĕпе, Хăйĕн çирĕп вăй-хăвачĕпе Çÿлхуçа тупа тунă: ĕнтĕ санăн тырруна текех тăшманусене çитермĕп, ют халăхсен ывăлĕсем эсĕ ĕçлесе тунă эрехе ĕçеймĕç.

(9) Тыррине ăна выраканĕсем çийĕç, вĕсем Çÿлхуçана мухтавлĕç, эрехне вара иçĕм пуçтаракансем Манăн Çуртăм картишĕнче ĕçĕç.

(10) Иртĕр, иртĕр хапха витĕр, халăха çул хатĕрлесе парăр! Тикĕслетĕр, çула тикĕслетĕр, чулсене пуçтарăр, халăхсем валли ялав çĕклĕр!

(11) Акă Çÿлхуçа çĕр хĕррине çитиех пĕлтерет: Сион хĕрне калăр: санăн Çăлакану килет; Унăн парни те Хăйпе пĕрлех, тавăрса парасси те — Хăй умĕнчех.

(12) Вĕсене ĕнтĕ: Сăваплă Халăх, Çÿлхуçа Çăлнисем, тейĕç; сана вара: Савнăскерĕм, Пăрахса Хăварман Хула, тейĕç.

63

(1) Кам вăл, Эдом енчен, Восор енчен хĕрлĕ тумпа килекенĕ? Чаплă тумланнăскер, тулли вăй-хăвачĕпе пыраканскер, кам Вăл? «Эпĕ — тÿррине калаканĕ, аслă çăлăнăç кÿрекенĕ».

(2) Санăн туму мĕншĕн çапла хĕрлĕ, юхтаркăчра иçĕм таптаканĕн тумĕ тĕслех?

(3) «Эпĕ юхтаркăчра пĕчченех ĕçлерĕм, халăхсенчен никам та Манпа пĕрле пулмарĕ; Эпĕ вĕсене çиллĕмпех таптарăм, вĕсене хаярлăхăмпах пусартăм; вĕсен юнĕ Манăн тумтир çине сирпĕнчĕ, Эпĕ Хамăн мĕнпур тума вараласа пĕтертĕм:

(4) тавăру кунĕ — Манăн чĕремрехчĕ, Манăн тавăру çулталăкĕ çитрĕ.

(5) Пăхрăм та — пулăшакан пулмарĕ; хунтăлакан çуккинчен тĕлĕнтĕм Эпĕ; анчах Мана Хамăн вăй-халăм пулăшрĕ, Хамăн хаярлăхăм хунтăларĕ Мана;

(6) халăхсене Эпĕ Хамăн çиллĕмпех таптарăм, вĕсене Хамăн хаярлăхăмпах аркатрăм, вĕсен юнне çĕр çине тăкрăм».

(7) Çÿлхуçа пирĕншĕн мĕн-мĕн тунине, хĕрхенекен кăмăлĕпе, виçесĕр уçă кăмăлĕпе Израиль килне аслă ырăлăх кăтартнине астусах тăрăп, Çÿлхуçана мухтавлăп.

(8) Вăл: «чăнласах вĕсем — Манăн халăхăм, улталама пĕлмен ачасем» тенĕ. Вăл вара вĕсемшĕн Çăлаканĕ пулнă.

(9) Темĕнле инкек-синкекре те вĕсене пăрахман Вăл, Çÿлхуçа Ангелĕ вĕсене çăлсах тăнă; Вăл вĕсене Хăйĕн юратăвĕпе, Хăйĕн ырă кăмăлĕпе çăлнă, авалхи кунсенче Вăл вĕсене алă çинче йăтса çÿренĕ.

(10) Анчах вĕсем пăлханнă, Унăн Таса Сывлăшне пăшăрхантарнă; çавна пулах Вăл вĕсен тăшманĕ пулса тăнă: вĕсене хирĕç Хăй вăрçă вăрçнă. пÇавăн чухне Унăн халăхĕ авалхи кунсене, Моисей кунĕсене, аса илнĕ: Хăйĕн Таса Сывлăшне вĕсен чĕрине хываканĕ,

(12) Хăйĕн аслă вăй-хăвачĕпе Моисее сылтăм аллинчен тытса пыраканĕ, Хăй валли ĕмĕрлĕх ят тумашкăн вĕсен умĕнчи шыва икĕ енне уйăраканĕ,

(13) вĕсене, лашана çеçенхир тăрăх çавăтса пынă пек, тĕпсĕр авăр урлă такăнтармасăр каçарса яраканĕ ăçта-ши?

(14) Кĕтÿ айлăма аннă евĕр, Çÿлхуçа Сывлăшĕ вĕсене канăçлăха илсе çитернĕ. Хăвăн ятна мухтавлă тумашкăн Хăвăн халăхна Эсĕ çапла çавăтса çÿренĕ.

(15) Тÿперен пăхсамччĕ, Хăвăн сăваплăху, Хăвăн мухтавлăху пурăнакан вырăнтан пăхса илсемччĕ: Санăн тимлĕхÿ, Санăн вăй-хăвату ăçта? Эсĕ мана хĕрхенессине, ырă тăвассине тытса чарнă.

(16) Эсĕ çеç — пирĕн Аттемĕр: Авраам пире палламасть, Израиль те пире ют вырăнне хурать; эй Çÿлхуçа, Эсĕ — пирĕн Аттемĕр, Санăн ĕмĕрхи яту: «Пирĕн Хăтараканăмăр».

(17) Эй Çÿлхуçамăр, мĕншĕн-ха пире Хăвăн çулу çинчен пăрăнма, хамăр чĕрене Санран хăрами пуличченех хытарма ирĕк патăн? Хăвăн чурусемшĕн, Хăв еткерÿн йăхĕсемшĕн пирĕн енне çаврăнсамччĕ.

(18) Санăн халăху унта пулни ниме тăман пек пулса тăчĕ: пирĕн тăшмансем Санăн сăваплă Çуртна ирсĕрлетрĕç.

(19) Эпир вара нихăçан та Сан халăху пулман пекех, Сан ятупа çÿремен пекех пулса кайрăмăр.

64

(1) – (2) Эх, Эсĕ тÿпене çурса анас пулсассăн! Санăн ятна тăшманусене пĕлтермешкĕн Санăн сăну умĕнче сăрт-тусем шăратакан вут-çулăмпа, вĕретекен шывпа ирĕлнĕ пек ирĕлсе кайĕччĕç, Санăн сăнна курса халăхсем çÿçенĕччĕç.

(3) Эсĕ эпир кĕтмен хăрушă ĕçÿсене тунă чухне çÿлтен аннă та — Санăн сăну умĕнче тусем ирĕлнĕ.

(4) Хăйне шанса тăракансемшĕн çавăн чухлĕ тума пултаракан урăх турра Сансăр пуçне ĕмĕр те илтмен, хăлхапа тăнламан, нимĕнле куç та курман.

(5) Хăвăн çулу-йĕрÿ çинче Хăвна аса илсех савăнакана, тÿрĕ пурăнакана Эсĕ ырă кăмăлпа кĕтсе илнĕ. Акă ĕнтĕ Эсĕ çиллентĕн, мĕншĕн тесессĕн эпир ĕлĕкренпех çылăха кĕрсе пурăннă; мĕнле çăлăнайăпăр-ши эпир?

(6) Эпир пурте ирсĕрленсе çитнĕ пекех пулса кайрăмăр, пирĕн мĕнпур тÿрĕлĕх те — вараланнă тумтир пек; эпир пурте çулçă пек сарăхса кайрăмăр, йĕркесĕр ĕçĕмĕрсем пире çил пек вĕçтерсе каяççĕ.

(7) Санăн ятна чĕнекен, Санран çирĕп тытса тăма хистекен çук, çавăнпа Эсĕ Хăвăн сăнна пирĕнтен пытартăн, пире хамăрăн йĕркесĕр ĕçсемшĕн пĕтме пăрахса хăвартăн.

(8) Анчах та, Туррăмăр, Эсĕ — пирĕн Атте-çке! эпир — тăм, Эсĕ вара — пире тăваканĕ, эпир пурте — Санăн аллун ĕçĕ.

(9) Виçесĕрех ан çиллен, Çÿлхуçамăр, пирĕн йĕркесĕрлĕхе ĕмĕрех ан асăн. Пăхсамччĕ: эпир пурте — Санăн халăху.

(10) Санăн сăваплă хулусем пушхир пулса кайрĕç; Сион пушхир пулса тăчĕ; Иерусалим — пуш-пушă.

(11) Пирĕн сăваплă Çуртăмăр, мухтавăмăр Çурчĕ,— унта Сана пирĕн аттемĕрсем аслăланă,— вут-çулăмпа çунса кайнă, пирĕн мĕнпур хаклă мула çаратнă.

(12) Çакăн хыççăн та, Туррăмăр, татах тăхтаса тăрăн-и, нимĕн те чĕнмĕн-и, пире виçесĕр айăп тăвăн-и?

65

(1) Эпĕ Хам çинчен ыйтманнисенех курăнтăм; Мана вара Хама шыраманнисемех тупрĕç. «Эпĕ кунтах! Эпĕ кунтах!» терĕм Эпĕ Ман ятпа çÿремен халăха.

(2) Кирек хăш кун та аллăма чурăс халăх енне тăсаттăм, вăл вара ырă мар çулпа çÿретчĕ, хăй еккипе пурăнатчĕ,

(3) çав халăх Мана пĕрмай куçкĕрет кÿрентерет, катасенче чÿк тăвать, чÿлмек катăкĕ çинче фимиам çунтарать,

(4) тупăклăхра ларать, çĕр хăвăлĕнче çĕр каçать, сысна ашĕ çиет, унăн савăтĕнче — ирсĕр апат;

(5) хăй вара çапла калать: «манран аякра тăр, ман патăма ан çывăхар: эпĕ — таса, сан пек мар». Вĕсем Маншăн — куçа кĕрекен тĕтĕм пек, ялан çунса тăракан вутçулăм пек.

(6) – (7) Манăн сăнăм умне акă мĕн çырса хунă: чĕнмесĕр тăмăп, тавăрăп, вĕсен йĕркесĕр ĕçĕсене ашшĕсен йĕркесĕр ĕçĕсемпе пĕрле ăшчиккине кĕртсех тавăрса парăп; вĕсен ашшĕсем тусем çинче фимиам тĕтĕрнĕ, сăртсем çинче Мана хăртнă-хурланă; Эпĕ вĕсен унчченхи ĕçĕсене виçсе ăшчиккинех ярса парăп.

(8) Çÿлхуçа çапла калать: иçĕм сапакине сĕткен тулса çитсессĕн: «ан амант ăна, вăл — пиллĕхлĕ» теççĕ; Хамăн чурамсемшĕн Эпĕ те çапла тăвăп, пурне те пĕтермĕп,

(9) Иаковран вăрлăх хăварăп, Иудăна Хамăн тăвăмсен еткерçи тăвăп, çакна Эпĕ суйласа илнийĕсем тивĕç пулĕç, унта Манăн чурамсем пурăнĕç.

(10) Мана шыраса тупнă халăхăмшăн вара Сарон айлăмĕ сурăх кĕтекен вырăн пулĕ, Ахор айлăмĕ вăкăрсене канмалли тапăр пулĕ.

(11) Сире вара — Çÿлхуçана пăрахса кайнисене, Манăн сăваплă тăвăма манăçа хăварнисене, Гад валли ĕçме-çиме хатĕрлекенсене, Мени валли тулли курка ирĕлчĕк хатĕрлекенсене —

(12) Эпĕ сире хĕçпе пĕтмелле тăвăп, эсир вара пурте хăвăра пустарма чĕркуçленсе ларатăр, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ чĕнтĕм те — эсир хирĕç чĕнмерĕр; каларăм та — эсир итлемерĕр, анчах Манăн куçăм умĕнче усал ĕç турăр, Маншăн юрăхлă маррине суйласа илтĕр.

(13) Çавăнпа та Çÿлхуçа Турă çапла калать: акă Манăн чурамсем çийĕç, эсир вара выçса ларатăр; Манăн чурамсем ĕçĕç, эсир вара антăхатăр;

(14) Манăн чурамсем савăнĕç, эсир вара намăс куратăр; Манăн чурамсем чĕререн хавасланса юрлĕç, эсир вара чĕререн хуйхăрса кăшкăратăр, чун тăвăнса çитнĕрен ÿлесех йĕретĕр.

(15) Сирĕн ятăр Манăн суйласа илнийĕсемшĕн ылхан пулса юлĕ; Çÿлхуçа Турă вĕлерет сана, Хăйĕн чурисене вара урăх ят хурĕ.

(16) Çĕр çинче пиллĕх илекенсене чăнлăх Турри ячĕпе пиллеччĕр; çĕр çинче тупа тăваканĕ чăнлăх Турри ячĕпе тупа тутăр, мĕншĕн тесессĕн унчченхи асапсем манăçа тухĕç, Манăн куç умĕнчен çухалĕç.

(17) Мĕншĕн тесессĕн акă Эпĕ çĕнĕ тÿпе, çĕнĕ çĕр пултаратăп, унчченхисем вара аса та килмĕç, чун-чĕрене таврăнмĕç.

(18) Эсир вара Эпĕ мĕн пултарса тăнипе ĕмĕрех савăнатăр та хĕпĕртенетĕр: акă Эпĕ савăнăçлă Иерусалим пултаратăп, унта хаваслă халăх пултаратăп.

(19) Вара Иерусалимшăн савăнăп, Хамăн халăхăмшăн хĕпĕртĕп, унта текех йĕни те, ÿлени те илтĕнмĕ.

(20) Унта ĕнтĕ хăйĕн кунне тултариччен пурăнайман ача та, ватă та пулмĕ; çĕр çулта вилекен пирки «вăл ир вилчĕ» тейĕç, çĕр çула çитмесĕр вилекен пирки «вăл ылханлă» тейĕç.

(21) Вара çуртсем лартĕç, унта пурăнĕç, иçĕм пахчисем лартса çитĕнтерĕç, вĕсен çимĕçне çийĕç.

(22) Çуртйĕре урăх çынна пурăнтарма лартмĕç, иçĕме урăххи çитĕрччĕ тесе лартса çитĕнтермĕç: Ман халăхăмăн кунĕсем йывăç ĕмĕрĕ пек пулĕç, Эпĕ суйласа илнийĕсем хăйсен алли ĕçĕпе чылайччен усă курĕç.

(23) Ытахаль ĕçлемĕç, ачи-пăчине хуйхă-суйхă валли çуратмĕç: вĕсем те, вĕсен тăхăмĕсем те Çÿлхуçаран пиллĕх илнĕ вăрлăх пулĕç.

(24) Вара çапла пулĕ: вĕсем ыйтичченех Эпĕ хирĕç хуравлăп, вĕсем калама тытăничченех Эпĕ вĕсене илтĕп.

(25) Кашкăрпа путек пĕрле çисе çÿрĕç, арăслан, вăкăр пек, улăм çийĕ, çĕленшĕн вара тăпра çимелли çимĕç пулĕ: вĕсем Манăн сăваплă тăвăм çинче усаллине те, сиенлине те тумĕç, тет Çÿлхуçа.

66

(1) Çÿлхуçа çапла калать: тÿпе — Манăн аслă пуканăм, çĕр — Манăн ура саккийĕ; Ман валли эсир ăçта çурт лартăр-ши, Манăн канлĕхĕмĕн вырăнĕ ăçта-ши?

(2) Çакна пĕтĕмпех Манăн алă пултарнă, çакă вăл пĕтĕмпех пулнă, тет Çÿлхуçа. Эпĕ акă кама кăмăл тăвăп: йăвашшине, хурлăхлă чунлине, Манăн сăмахăма юратса та хăраса итлекеннине.

(3) Вăкăр пусакан [çылăхлă çын] — çынна вĕлерекенпе пĕрех; путеке парне кÿме илсе пыраканĕ — йытта пăвса вĕлерекенпе пĕрех; тулă çăнăхĕ кÿрекенĕ — сысна юнĕ кÿрекенпе пĕрех; [асăнса] фимиам тĕтĕрекенĕ — йĕрĕхе кĕлтăваканпа пĕрех; вĕсем çапла хăйсен çулĕсене суйласа илчĕç пулсассăн, вĕсен чунĕсем хăйсен ирсĕрлĕхĕпе киленеççĕ пулсас-

сăн,

(4) вĕсем çылăх туса улталаннине кура, вĕсем çине Эпĕ хăрушшине ярăп, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ чĕнтĕм — хирĕç сас паракан пулмарĕ; каларăм — вĕсем итлемерĕç, Манăн куçăм умĕнче вара усал ĕç турĕç, Маншăн юрăхлă маррине суйласа илчĕç.

(5) Çÿлхуçа сăмахĕ умĕнче чĕтресе тăракансем, Унăн сăмахне итлĕр. Сире кураймасăр тăракан, сире Манăн ятăмшăн хĕсĕрлекен тăванăрсем çапла калаççĕ: «Çÿлхуçа Хăйĕн мухтавлăхне кăтарттăр — вара эсир еплерех савăннине курăпăр» теççĕ. Анчах вĕсем намăса тăрса юлĕç.

(6) Акă хуларан шăв-шав илтĕнет, Турă Çуртĕнчен Çÿлхуçа сасси, Хăйĕн тăшманĕсене тавăракан Çÿлхуçанăн сасси, илтĕнет.

(7) Çуратса асап курман — çуратма вара çуратнă; ыратма тытăничченех ывăл çуратса панă.

(8) Кунашкаллине кам илтнĕ? кун евĕрлине кам курнă? пĕр кун хушшинчех çĕршыв йĕркеленет-и? пĕр ăстрăмрах халăх çуралать-и? Сион хĕрĕ вара пилĕкĕ касма пуçланă-пуçламанах ывăлсем çуратса панă.

(9) Çуратасси патнех çитерĕп те çуратма пулăшмăп-и вара? тет Çÿлхуçа. Е тата, çуратма вăй парса, варне хупса хурăп-и? тет санăн Турру.

(10) Эй Иерусалима юратакансем, пурте унпа пĕрле савăнăр, уншăн хавасланăр! уншăн кулянакансем, пурте унпа пĕрле хĕпĕртенĕр! пСире ун кăкăрĕ, йăпанăç кÿрекенскер, тăрантарĕ, эсир унăн туп-тулли мухтавлăхне ĕçсе киленетĕр.

(12) Çÿлхуçа çапла калать: акă Эпĕ ун патне тăнăçлăха юханшыв евĕрлĕ ярăп, халăхсен пуянлăхне — сире килентермешкĕн — сарăлса кайнă ейÿ пек ярăп; сире алă çинче çĕклесе çÿрĕç, чĕркуççи çине лартса ачашлĕç.

(13) Амăшĕ ывăлне епле йăпатать, Эпĕ те сире çапла йăпатăп, сире Иерусалимра йăпатĕç.

(14) Çакна куратăрах эсир, вара сирĕн чĕре хĕпĕртĕ; сирĕн шăммăрсем ешĕл курăк пек паркаланĕç. Çÿлхуçа чурисем Унăн хăватне курĕç, Унăн тăшманĕсем вара Унăн çиллине курĕç.

(15) Акă ĕнтĕ Çÿлхуçа вут-çулăм хушшинче килĕ, Унăн урапийĕсем — çавраçил пек, Хăйĕн çиллине хаяррăн тăкмашкăн, вут-çулăмпа айăпламашкăн килет Вăл.

(16) Çÿлхуçа пурăнакансене пурне те Хăйĕн вут-çулăмĕпе, Хăйĕн хĕçĕпе сут тăвĕ, Çÿлхуçа пĕтерсе тăкнисем нумай пулĕç.

(17) Хăйсене вăрманта тасатакансем, çавăнта çăвăнакансем, сысна ашĕпе ирсĕр апат тата шăши таврашне çиекенсем пурте пĕрин хыççăн тепĕри пĕтĕç, тет Çÿлхуçа.

(18) Эпĕ вĕсен ĕçĕсене, вĕсен шухăшĕсене пĕлетĕп; акă халăхсене, йăхсене пурне те пухса килĕп — вĕсем пухăнĕç те Манăн мухтавăма курĕç.

(19) Вĕсем хушшинче хăват кăтартăп, вĕсен çăлăнса юлнă çыннисем хушшинчен хăш-пĕрисене халăхсем патне — Фарсис хулине, Пул тата Луд енне, ухă карăнтаракансем патне, Тубал тата Яван енне, Ман çинчен илтмен, Манăн мухтавăма курман аякри утравсем çине — ярăп; вара вĕсем халăхсене Манăн мухтавăма пĕлтерĕç.

(20) Вĕсем сирĕн тăванăрсене — халăхсем хушшинче пурăнаканскерсене — лашасемпе урапасем çинче, çĕклевĕçсемпе вăкăрсем çинче, хăвăрт çÿрекен тĕвесем çинче илсе пырса Манăн сăваплă тăвăм çине, Иерусалима, илсе çитерĕç, ку ĕнтĕ Çÿлхуçана кÿрекен парне пекех пулĕ, ку ĕнтĕ Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçа Çуртне таса савăтра парне кÿрсе панă пекех пулĕ, тет Çÿлхуçа.

(21) Вĕсем хушшинчен Эпĕ священниксемпе левитсем пулма суйласа илĕп, тет Çÿлхуçа.

(22) Эпĕ пултарас çĕнĕ тÿпепе çĕнĕ çĕр яланах Хамăн сăнăм умĕнче тăнă пек, сирĕн вăрлăхăр та, сирĕн ятăр та Ман умăмрах тăрĕç, тет Çÿлхуçа.

(23) Çавăн чухне уйăхран уйăхах, шăматкунран шăматкунах кирек мĕнле чĕрĕ чун та Мана пуççапма килсе тăрĕ, тет Çÿлхуçа.

(24) Вара тухĕç те Манран уйăрăлса кайнă çынсен виллисене курĕç, мĕншĕн тесессĕн вĕсен хурчĕ вилмест, вĕсен вучĕ сÿнмест; вĕсем ĕнтĕ кирек камшăн та ирсĕрлĕх пулĕç.

Advertisements

Исаия Пророк Кĕнеки” çине пĕр шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s