Иеремия Пророк Кĕнеки


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Иеремия Пророк Кĕнеки

1

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Иеремия — Вениамин çĕрĕнчи Анафоф хулинче пурăннă Хелкия священникăн ывăлĕ — каланă сăмах.

(2) Ăна Амон ывăлĕ Иосия вунвиççĕмĕш çул Иудея патшинче ларнă вăхăтра,

(3) çавăн пекех Иудея патшинче Иосия ывăлĕ Иоаким ларнă вăхăтра тата Иудея патшине Иосия ывăлĕ Седекия ларнăранпа вунпĕрмĕш çул вĕçлениччен, Иерусалим куçса кайиччен пиллĕкĕмĕш уйăхра, Çÿлхуçаран сăмах пулнă.

(4) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:

(5) Эпĕ сана аннÿ варĕнче пултаричченех суйласа илтĕм, Эпĕ сана аннÿ ăшĕнчен çураличченех уйăрса илтĕм; сана халăхсен пророкне лартрăм.

(6) Эпĕ вара çапла каларăм: эй Çÿлхуçа Турăçăм! эпĕ калаçма та пĕлейместĕп, эпĕ çамрăк-ха.

(7) Анчах Çÿлхуçа мана каларĕ: «эпĕ çамрăк» тесе ан кала: кам патне ярăп сана — çавăнта кайăн, мĕн калама хушăп сана — çавна калăн.

(8) Вĕсенчен ан хăра: сана хăтарса тăмашкăн Эпĕ санпа пĕрле пулăп, терĕ Çÿлхуçа.

(9) Çÿлхуçа вара аллине тăсрĕ те манăн тута-çăвара сĕртĕнчĕ, Çÿлхуçа мана çапла каларĕ: акă санăн чĕлхÿ-çăварна Хамăн сăмахăма хыврăм.

(10) Асту, тĕп туса та тустарса, пĕтерсе те аркатса, пултарса та ĕрчетсе пымашкăн çакă кун Эпĕ сана халăхсемпе патшалăхсен пуçне лартрăм.

(11) Çÿлхуçаран мана сăмах пулчĕ: мĕн куратăн эсĕ, Иеремия? Эпĕ каларăм: миндаль тураттине куратăп, терĕм.

(12) Çÿлхуçа мана каларĕ: тĕрĕсех куратăн эсĕ; Эпĕ те тĕлĕрместĕп, Хамăн сăмахăма пурăнăçа килтеретĕп, терĕ.

(13) Çÿлхуçаран мана тепре те сăмах пулчĕ: мĕн куратăн эсĕ? Эпĕ каларăм: сиксе вĕрекен хурана куратăп, вăл çурçĕр енчен пирĕн паталла тайăлать, терĕм.

(14) Вара Çÿлхуçа мана каларĕ: çак çĕр çинче пурăнакансене пурне те çурçĕртен инкек килсе хуплĕ, терĕ.

(15) Акă Эпĕ çурçĕр патшалăхĕсен ăрăвĕсене пурне те чĕнсе илĕп, тет Çÿлхуçа, вĕсем килĕç те — кашнийĕ Иерусалим хапхи умне те, унăн хÿми йĕри-тавра та, Иудейăн мĕнпур хулинче те хăйĕн пуканне лартса тухĕ.

(16) Вара эпĕ Иудея халăхне мĕнпур йĕркесĕр ĕçĕшĕн, Мана пăрахнăшăн, ют çĕр туррисен ячĕпе фимиам тĕтĕрнĕшĕн, хăйсен аллипе тунă йĕрĕхсене пуççапнăшăн сут тăвăп.

(17) Эсĕ пилĕкне çых та Эпĕ хăвна мĕн хушнине пĕтĕмпех вĕсене кала; вĕсем умĕнче шикленсе ан тăр — Манăн сана вĕсен куçĕ умĕнче пĕтерсе пăрахмалла ан пултăр.

(18) Акă ĕнтĕ паян Эпĕ сана çак мĕнпур çĕр çинче Иуда патшисене хирĕç, унăн улпучĕеене хирĕç, унăн священникĕсене хирĕç, çак çĕрĕн халăхне хирĕç тăмашкăн тĕреклĕлетнĕ хула пек, тимĕр юпа пек, пăхăр хÿме пек пулма çирĕплĕх патăм.

(19) Вĕсем сана хирĕç кĕрешĕç, анчах сана çĕнтереймĕç, мĕншĕн тесессĕн сана хăтарса пыма Эпĕ санпа пĕрле пулăп, тет Çÿлхуçа.

2

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) кай та Иерусалим хĕрне хăлхинчен каласа пĕлтер, Çÿлхуçа çапла калать, те: Эпĕ санăн çамрăк чухнехи шанчăклăхна, санăн юратăвна аса илетĕп, эсĕ ун чухне çураçнă хĕрччĕ, ун чухне эсĕ Ман хыçăмран пушхирпе, нимĕн акман çĕрпе, пыраттăн.
(3) Израиль Çÿлхуçанăн сăваплăскерĕ, Унăн малтанхи çимĕçĕччĕ; çавна çиекенсем пурте айăпа юлĕç, вĕсене инкек çитĕ, тет Çÿлхуçа.
(4) Эй Иаков килĕ! эй Израиль килĕн ăрăвĕсем! Çÿлхуçа сăмахне итлĕр!
(5) Çÿлхуçа çапла калать: сирĕн аçăрсем Манра çылăх шыраса тупрĕç-и? мĕншĕн-ха вĕсем, Манран уйăрăлса, ăçтиçук хыççăн кайса, ăçтиçука тухса кайрĕç?
(6) Вĕсем: «пире Египет çĕрĕнчен илсе тухнă, пире пушхирпе — никам пурăнман пушă çĕрпе, типсе-çунса кайнă, вилĕм ĕмĕлкиллĕ çĕрпе, этем çÿремен, этем пурăнман çĕрпе — ертсе пынă Çÿлхуçа ăçта-ши?» тесе каламарĕç.
(7) Эпĕ сире тулăх çимĕç паракан çĕршыва илсе килтĕм, унăн çимĕçĕпе тăранса, унăн ырăлăхне курса пурăнччăр терĕм; эсир вара унта çитрĕр те Манăн çĕрĕме вараларăр, Манăн еткере ирсĕре кăлартăр.
(8) Священниксем те: «Çÿлхуçа ăçта-ши?» тесе каламарĕç, саккуна вĕрентекенсем те Мана пĕлмерĕç, кĕтÿçĕсем те Манран уйăрăлса кайрĕç, пророксем те Ваал ячĕпе вĕрентсе çÿрерĕç, пулăшу паманнисене пуççапрĕç.
(9) Çавăншăн Эпĕ сире сут тăвăп, ывăлăрсен ывăлĕсене те сут тăвăп, тет Çÿлхуçа.
(10) Ĕнтĕ Хиттим утравĕсем çине кайса пăхăр-ха е Кидар хутлăхне çын ярса тĕплĕн тĕрĕслесе пăхăр: çакăн пекки мĕн те пулин пулнă-и унта?
(11) пĕр-пĕр халăх хăй туррисене, вĕсем турă пулмасан та, урăххисемпе улăштарнă-и? Ман халăхăм вара хăйĕн мухтавне юрăхсăррипе улăштарчĕ.
(12) Эй тÿпе, тĕлĕн ĕнтĕ çакăнтан, хăраса-çÿçенсе ил, тет Çÿлхуçа.
(13) Манăн халăхăм икĕ усал ĕç турĕ: Мана, чĕрĕ шыв Çăлкуçне, пăрахрĕ те хăйсем валли шыв тытмалли вырăнсем алтса тухрĕ — усси пулмарĕ, шывĕ юхса тухрĕ.
(14) Израиль чура-и вăл? чуралăхра çуралнă тарçă-и? мĕншĕн-ха вăл тупăш вырăнне тăрса юлчĕ?
(15) Ун çине çамрăк арăслансем ÿхĕрме тытăнчĕç, хăрлатаççĕ вĕсем, ĕнтĕ унăн çĕрне пушхире кăларчĕç; хулисене çунтарса ячĕç, çынсăр хăварчĕç.
(16) Мемфиспа Тафна ывăлĕсем те санăн лĕпкÿне çап-çара турĕç.
(17) Çÿлхуçана, хăвăн Турруна, Вăл сана çул кăтартса пынă вăхăтра пăрахнăран килсе тухмарĕ-и-ха çакă?
(18) Халĕ тата Египета каякан çул мĕн тума кирлĕ-ха сана — Нил шывне ĕçме-и? Ассирие каякан çул мĕн тума кирлĕ сана — ун юхăмĕн шывне ĕçме-и?
(19) Хăвăн усал ĕçÿ хăвнах асап кÿрĕ, Турăран пăрăнни хăвнах питлĕ сана; эппин, шухăшла та Çÿлхуçана, хăвăн Турруна, пăрахни, Манран хăрама чарăнни мĕн тери япăх та киревсĕр пулнине ăнланса ил, тет Саваоф Çÿлхуçа Турă.
(20) Эпĕ тахçанах сан сÿсменне çĕмĕрсе тăкрăм, сăнчăрна татса пăрахрăм, эсĕ ĕнтĕ: «йĕрĕхсене пуççапмăп» терĕн, çав вăхăтрах кашни çÿллĕ сăрт çинче, кашни лапсăркка йывăç айĕнче аскăнла ĕçсем турăн.
(21) Эпĕ лартнă чухне эсĕ паха иçĕм хунавĕччĕ, чи таса вăрлăхчĕ; эсĕ мĕнле, мĕнле майпа ют авăрăн япăх хунавĕ пулса тăтăн?
(22) Ĕнтĕ пĕлĕсĕн: супăньпе çăвăнсан та, сĕлтĕпе çăвăнсан та тасалаймăн, пĕтĕм ирсĕр ĕçÿ — Ман умăмра, тет Çÿлхуçа Турă.
(23) Мĕнле-ха эсĕ: «эпĕ хама ирсĕрлемен, эпĕ Ваал хыççăн çÿремен» теме пултарăн? Хăвна ху айлăмра мĕнле тыткаланине кур-ха эсĕ, чупкăн тĕве ами, ху мĕн тунине, епле ĕрĕхсе çÿренине аса ил-ха.
(24) Чупас килнĕ чухне антăхса сывлăш çăтакан ашак амине, пушхирте ÿснĕскере, кам тытса чарма пултарĕ? Ăна шыракансем пĕри те ывăнас çук, ăна вĕсем çав уйăхрах шыраса тупĕç.
(25) Асту, çаруран юлмалла ан пултăр, пыру типсе ан лартăр. Анчах эсĕ: «мĕнех вара? эпĕ юттисене юрататăп, çавăнпа вĕсем патне çÿретĕп» терĕн.
(26) Ярса тытнă вăрă намăса юлнă евĕр, Израиль килĕ хăйне намăса хăварчĕ: унăн патшисем те, улпучĕсем те, священникĕсем те, пророкĕсем те
(27) йывăçа: «эсĕ манăн аттем» терĕç, чула: «мана эсĕ çуратнă» терĕç; вĕсем Ман еннелле питпе мар, çурăмпа çавăрăнса тăчĕç; инкек çитсессĕн вара: «пире çăлсамччĕ!» теме пуçлĕç.
(28) Ăçта-ха санăн ху валли тунă туррусем? Хăвна инкек вăхăтĕнче çăлаяççĕ пулсассăн, пулăшчăр çавсем; Иуда, санăн мĕн чухлĕ хула, туррусем те çавăн чухлех.
(29) Мĕншĕн-ха сирĕн Манпа тупăшмалла? эсир пурте [усал ĕç туса] Ман умăмра çылăха кĕтĕр, тет Çÿлхуçа.
(30) Сирĕн ачăрсене Эпĕ кăлăхах пĕтертĕм: ăс панине йышăнмарĕç вĕсем; сирĕн пророкăрсене, хыпса çăтакан арăслан пек, хăвăр хĕçĕрех пĕтерчĕ, [анчах эсир хăраса ÿкмерĕр].
(31) Эх, хальхи ăру! тăнлăр-ха эсир Çÿлхуçа сăмахне: Израильшĕн Эпĕ пушхир пулнă-и? Эпĕ сĕмлĕх çĕршывĕ пулнă-и? Мĕншĕн-ха Манăн халăхăм: «ăçта каяс тетпĕр, çавăнта каятпăр; Сан патна таврăнмастпăр» терĕ?
(32) Хĕр хăйĕн эрешне, çураçнă хĕр хăйĕн тумне манать-и? Манăн халăхăм вара Мана астумасть, тахçанах манса кайрĕ.
(33) Савăшу тупмашкăн хăвăн çулна мĕн тери ăста майлаштарса пыратăн эсĕ! ĕнтĕ йĕркесĕр çынсене те хăвăн çулна-йĕрне вĕрентрĕн.
(34) Санăн тумтирÿ çинче — юн, чухăннисенĕн, айăпсăррисенĕн юнĕ! эсĕ вĕсене вăрăпа тытман, апла пулин те эсĕ:
(35) «эпĕ айăпсăр, çавăнпа Унăн çилли мана тивмесĕр иртсе кайĕ» теетĕн. Эсĕ: «эпĕ çылăха кĕмен» теетĕн — акă çакăншăн Эпĕ санпа сута тăрăп.
(36) Мĕншĕн эсĕ хăвăн çулна улăштарса пĕрмай çапла çĕтсе çÿретĕн? Хăвна Ассири намăса хăварнă пекех, сана Египет та намăса хăварĕ;
(37) ун патĕнчен те эсĕ икĕ аллуна пуçу çине хурса тухăн: эсĕ шанса тăнă çынсене Çÿлхуçа пăрахăçларĕ, вĕсемпе эсĕ ăнăçу кураймăн.

3

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Çапла калаççĕ: «упăшки арăмне уйăрса ярсассăн, вăл тепĕр арçын арăмĕ пулса тăрсассăн, кайран малтанхи упăшки патне таврăнма пултарĕ-и вăл? Çапла тусассăн çав çĕршыв ирсĕрленмĕ-и?» теççĕ. Эсĕ вара нумай-нумай еркĕнпе аскăнланса çÿрерĕн, çапах та Ман патăмах таврăн, тет Çÿлхуçа.
(2) Куçна çĕклесе тÿпем вырăнсем çине пăхса ил-ха: ăçта кăна аскăнланмарĕç-ши санпа? Эсĕ вĕсемшĕн, Арави çынни пушхирте ларнă пек, çул хĕрринче лараттăн, ĕнтĕ аскăнлăхупа, ултавупа çĕре ирсĕрлетрĕн.
(3) Çавна пула çумăр та çумарĕ, кайранхи çумăр та пулмарĕ; эсĕ ун чухне те намăса пĕлмерĕн — аскăнлăху сăнранах палăратчĕ.
(4) Паянтан Мана тархаслама пуçламăн-и: «эй Аттем! эпĕ çамрăк чухне Эсĕ мана çул кăтартса пыраттăн!
(5) Вăл яланах çилленсе тăрĕ-ши вара? çиллине ĕмĕрех ăшĕнче тытса тăрĕ-ши?» тесе тархасламăн-и? Акă мĕн калатăн эсĕ, ху вара усал ĕç тăватăн, çав ĕçре ăнтарсах пыратăн.
(6) Иосия патша вăхăтĕнче Çÿлхуçа мана çапла каларĕ: Мана пăрахнă Израиль хĕрĕ мĕн тунине куртăн-и эсĕ? Вăл кашнипĕр çÿллĕ ту çине, кашнипĕр лапсака йывăç айне çÿресе аскăнчĕ.
(7) Çапла тунă хыççăн Эпĕ ăна: «Ман патăма таврăн» терĕм; анчах вăл таврăнмарĕ; çакна унăн ултавлă хĕр тăванĕ Иудея та курса тăчĕ.
(8) Израиль хĕрне, Мана пăрахнăскере, Эпĕ аскăнла ĕçĕсемшĕн хăваласа ятăм, уйăрăлни çинчен ăна çыру çырса патăм, унăн ултавлă хĕр тăванĕ Иудея çакна курса та хăраса ÿкмерĕ, вăл хăй те аскăнла ĕçсем турĕ, çавна Эпĕ курса тăтăм.
(9) Аскăнла ĕçĕсене уççăнах тунипе вăл çĕре ирсĕрлетрĕ, чулпа та, йывăçпа та аскăнла ĕçсем турĕ.
(10) Апла пулин те унăн ултавлă хĕр тăванĕ Иудея Ман енне пĕтĕм чун-чĕрипе çаврăнмарĕ, çаврăнанçи анчах турĕ, тет Çÿлхуçа.
(11) Вара Çÿлхуçа мана çапла каларĕ: Мана пăрахнă Израиль хĕрĕ ултавлă Иудейăран тÿрĕрех пулчĕ.
(12) Кай та çак сăмахсене çурçĕр енне пăхса кала: эй Израиль хĕрĕ, пăркаланчăк, каялла таврăн! тет Çÿлхуçа. Сирĕн çине пĕтĕм çиллĕме ямăп: Эпĕ — ырă, ĕмĕрĕпех тарăхас çук, тет Çÿлхуçа.
(13) Хăвăн айăпна çеç йышăн: эсĕ хăвăн Çÿлхуçа Турру умĕнче çылăха кĕтĕн, кашни лапсака йывăç айĕнче юттисемпе асăхрăн, эсир Манăн сассăма итлемерĕр, тет Çÿлхуçа.
(14) Таврăнăр, Манран хăпнă ачамсем, тет Çÿлхуçа, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ сирĕнпе пĕрлешнĕ, сире кашни хуларан пĕрерĕн, кашни йăхран икшерĕн уйăрса Сиона илсе çитерĕп.
(15) Сире Хамăн чĕреме кăмăллă кĕтÿçĕсем парăп, вĕсем сире пĕлсе, ырă ăслăн кĕтсе çÿрĕç.
(16) Вара çапла пулĕ: эсир çĕр çинче ĕрчесе йышлăланса кайсассăн, тет Çÿлхуçа, текех Турă халалĕн арчи çинчен каламĕç, ун çинчен шухăшламĕç, уншăн тунсăхламĕç, ăна çĕнĕрен те тумĕç.
(17) Ун чухне Иерусалима Çÿлхуçанăн патша пуканĕ тесе ят парĕç; халăхсем пурте Çÿлхуçа ячĕпе Иерусалима пуçтарăнĕç те текех хăйсен усал чĕри еккипе пурăнма пăрахĕç.
(18) Çав кунсенче Иудея килĕ Израиль килне пырĕ, вара çурçĕр енчи çĕртен вĕсем Эпĕ сирĕн аçăрсене еткерлĕхе панă çĕре пĕрле кайĕç.
(19) Эпĕ çапла каларăм: мĕнле-ха сана ывăлăм вырăнне хурас, мĕнле-ха ăмсануллă çĕре, нумай-нумай халăхсен чи ытарайми еткерне, сана парас? Эпĕ: эсĕ Мана «Аттем» тесе чĕнĕн тенĕччĕ, Мана пăрахмăн тенĕччĕ.
(20) Анчах арăмĕ упăшкине сĕмсĕррĕн улталанă евĕр, Израиль килĕ, эсĕ Мана çапла улталарăн! тет Çÿлхуçа.
(21) Сăртсем çинчен Израиль ывăлĕсем хÿхлени, тархаслани илтĕнсе тăрать: вĕсем хăйсен çулĕнчен пăрăнса кайнăшăн, Çÿлхуçана, хăйсен Туррине, манăçланăшăн йĕреççĕ.
(22) Таврăнăр, пăлхавлă ывăлăмсем, Эпĕ сире ултавран сыватăп. Акă ĕнтĕ эпир Сан патна пыратпăр: Эсĕ — пирĕн Çÿлхуçа Туррăмăр.
(23) Сăртсем çинче — суя-ултав çеç, тусем çинче — шăв-шав çеç; чăнах, Израиль çăлăнăçĕ Çÿлхуçаран, хамăр Туррăмăртан, килет!
(24) Хамăр çамрăк чухнехи вăхăтранах çак йĕрĕнчĕк пирĕн аттемĕрсен ĕçĕсене, вĕсен сурăхне-вăкăрне, вĕсен ывăлĕсемпе хĕрĕсене пĕтерсе пынă.
(25) Эпир намăс айне пултăмăр, çие кĕççе витнĕ, мĕншĕн тесессĕн эпир Çÿлхуçамăр, Туррăмăр, умĕнче çылăхлă ĕçсем тунă — эпир те, аттемĕрсем те хамăр çамрăк чухнехи вăхăтран пуçласа паянхи кунчченех Çÿлхуçанăн, хамăр Туррăмăрăн, сăмахне итлемен.

4

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Израиль, Ман енне çаврăнсассăн, тет Çÿлхуçа, Ман енне çаврăнсассăн, хăвăн ирсĕрлĕхне Ман умран сирсе ярсассăн, эсĕ текех çĕтсе çÿремĕн.
(2) Эсĕ чăннипе, тÿррипе, тĕрĕссипе: «Турă пур!» тесе тупа тусассăн, халăхсем Унран пиллĕх илĕç, Унпа мухтанĕç.
(3) Çÿлхуçа Иудăпа Иерусалим арĕсене çапла калать: хăвăр валли çĕнĕ ана сухалăр, анчах çумкурăк хушшине ан акăр.
(4) Эй Иуда арĕсемпе Иерусалим çыннисем, Çÿлхуçашăн хăвăрăн ÿтĕре кастарăр, чĕрĕрсен ÿтне касăр: Манăн çиллĕм вут-çулăмла тапса ан тухтăр, сирĕн усал йăлăрсене пула пĕр сÿнмиех çунса ан тăтăр.
(5) Иудейăра пĕлтерĕр, Иерусалимра хыпарлăр, кала-кала парăр, пур çĕрте те трупа кăшкăртăр, янăравлăн, пурте илтмелле чĕнĕр: «эй пуçтарăнăр — тĕреклĕлетнĕ хуласене кайăпăр» тейĕр.
(6) Ялав çакса, Сиона систерĕр те пĕр чарăнмасăр чупăр: Эпĕ çурçĕр енчен инкек тата хăрушă вилĕм илсе килĕп.
(7) Арăслан хăйĕн чăтлăхĕнчен тухать, халăхсене пĕтерекенĕ килет: вăл санăн çĕрне пушхир туса хăварасшăн хăйĕн вырăнĕнчен тухать; санăн хулусене тустарса пĕтерĕç, вĕсем пĕр çынсăр тăрса юлĕç.
(8) Çавăнпа хуйхă тумтирĕ тăхăнăр, йĕрĕр, ÿлесе макăрăр: ĕнтĕ Çÿлхуçа çиллин хаярлăхĕ пирĕн тĕлтен иртсе каяс çук.
(9) Çавă кун çапла пулĕ, тет Çÿлхуçа, патша чĕри те, улпут чĕри те тапма чарăнĕ; священниксем хăраса ÿкĕç, пророксем сехĕрленсе ÿкĕç.
(10) Эпĕ каларăм вара: эй Çÿлхуçа Туррăмăр! Çак халăха тата Иерусалима: «сирĕн тăнăçлăх пулĕ» тесе илĕртрĕн кăна-им Эсĕ, ĕнтĕ хĕç чун патнех çитет-çке? терĕм.
(11) Çавăн чухне çак халăха тата Иерусалима çапла калани пулĕ: Манăн халăхăмăн хĕрне пушхирти тусем çинчен вĕри çил пырса çапĕ, çав çилпе тырă сăвăраймăн, ăна хывăхран тасатаймăн —
(12) ытлах та вăйлă çил вăл! вăл Ман ирĕкĕмпе çитĕ те — Эпĕ вĕсене сут тăвăп.
(13) Акă çав çил пĕлĕт евĕр çĕкленет, унăн ураписем — çавраçил пек, унăн учĕсем ăмăрткайăкран та вичкĕнрех; пире хуйхă çитĕ! вăл пире тустарса тăкĕ.
(14) Эй Иерусалим, çăлăнас тесессĕн чĕрÿри усаллăха çуса тасат: усал шухăшусем санра хăçанччен хуçаланĕç?
(15) Дан енчен сасă илтĕнет, Ефрем тăвĕ енчен вилĕмле хыпар килет:
(16) халăхсене пĕлтерĕр, Иерусалима хыпарлăр: инçетри çĕршывран эшкерсем килеççĕ, кăшкăрашса Иудея хулисене янăратаççĕ.
(17) Хир хуралçисем пек, Иерусалима вĕсем йĕри-тавра сырса илеççĕ, мĕншĕн тесессĕн вăл Мана хирĕç тăчĕ, тет Çÿлхуçа.
(18) Хăвăн çулусемпе хăвăн ĕçÿсем сана çакăнта илсе çитерчĕç; усаллăхна пула чĕрÿ асапланать санăн.
(19) Ах, ăшăм-чиккĕм! ах, ăшăм-чиккĕм! ах, тÿсме çук, чĕрем çунса тухать, чĕнмесĕр тăма пултараймастăп: чунăм, ĕнтĕ эсĕ трупа сассипе вăрçă хавхине илтетĕн.
(20) Инкек çине синкек: пĕтĕм çĕршыва çаратса тухрĕç, манăн ÿплесем сасартăк, манăн чатăрсем пĕр самантрах пĕтсе ларчĕç.
(21) Ялава хăçанччен курмалла-ши манăн, трупасен сассине хăçанччен итлемелле-ши?
(22) Манăн халăхăм ăссăр, Мана пĕлмеççĕ; вĕсем — айван ачасем, вĕсем шухăшсăр пурăнаççĕ, усал тума çеç ăслă, ырă тума пĕлмеççĕ.
(23) Çĕр çине пăхатăп та — унăн сăнĕ-тĕсĕ те, нимĕн те çук, çÿлелле пăхатăп — унта çутă çук.
(24) Тусем çине пăхатăп — акă вĕсем чĕтреççĕ, пур сăрт та силленет.
(25) Пăхатăп та — акă çын та çук, пур вĕçен кайăк та вĕçсе саланнă.
(26) Пăхатăп та — акă тулăхлă çĕр пушхир пулса тăнă, унăн мĕнпур хули арканнă, çакă вăл Çÿлхуçа ирĕкĕпе, Унăн çиллин хаярлăхĕпе пулнă.
(27) Çÿлхуçа çапла калать: пĕтĕм çĕр пушанса юлĕ, анчах ăна тĕппипех пĕтерсе тăкмăп, тет.
(28) Çĕр çакна пула йĕрсе ярĕ, çÿлти пĕлĕтсем тĕксĕмленĕç, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ каланă, Эпĕ палăртса хунă, çакăншăн ÿкĕнмĕп те, çакна улăштармăп та.
(29) Юланутçăсемпе тĕкĕрçĕсен шăв-шавĕнчен мĕнпур хула сехĕрленсе тарса пĕтĕ: çынсем чăтлăх вăрмансене тарса кайĕç, тусем хушшине пытанĕç; хуласем пурте пушанса юлĕç, унта пĕр çын та пулмĕ.
(30) Ĕнтĕ мĕн тăвăн-ха эсĕ, хăрăнчăкскерĕ? Селĕм тумланатăн пулин те, хăвна ылтăн çипуçпа эрешлетĕн, куçна сăрăпа сăрлатăн пулин те, хăвна ахалех капăрлататăн: еркĕнÿсем сана тиркерĕç, вĕсем санăн чунна шыраççĕ.
(31) Эпĕ кăшкăрнине илтетĕп: сасси — çуратакан арăмăн сасси пек, пĕрремĕш хут çуратакан йынăшни пек; Сион хĕрĕ йынăшать-мĕн, аллине тăсса йынăшать: «ах, хуйхă çитрĕ! ĕнтĕ чуниллисен аллинчен хăтăлаймăп».

5

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Иерусалим урамĕсем тăрăх çÿресе пăхăр-ха, тĕпчесе пĕлĕр-ха, урам тăваткăлĕнче шырăр-ха: тÿрĕлĕхе уяса пурăнакан, чăнлăха шыракан çын пур-и? Эпĕ Иерусалима хĕрхеннĕ пулăттăм.
(2) Вĕсем: «Турă пур!» теççĕ те, анчах улталаса тупа тăваççĕ.
(3) Эй Çÿлхуçамăм! ара, Санăн куçу тĕрĕссине курмĕ-им? Эсĕ вĕсене ÿкеретĕн — вĕсем ыратнине туймаççĕ; Эсĕ вĕсене пĕтеретĕн — вĕсем ăс панине йышăнасшăн мар; вĕсенĕн чун-чĕри чулран та хытă — вĕсем ÿкĕнесшĕн мар.
(4) Вара ăшăмра çапла каларăм: «кусем кĕлмĕç çынсем пулĕ, вĕсем ăссăр: вĕсем Çÿлхуçа çулне, хăйсен Туррийĕн саккунне пĕлмеççĕ;
(5) чаплисем патне каям та вĕсемпе калаçса пăхам: вĕсем Çÿлхуçа çулне, хăйсен Туррийĕн саккунне пĕлеççĕ. Анчах вĕсем те сÿсменне çапса çĕмĕрнĕ, тăллисене салтса янă».
(6) Çавăншăн вĕсене вăрманти арăслан тапăннă, вĕсене пушхир кашкăрĕ тăпалать, хула хĕрринче вĕсене барс сыхласа тăрать: хуларан тухакана туртса çурĕç, мĕншĕн тесессĕн вĕсен йĕркесĕр ĕçĕсем нумайланчĕç, Турăран уйăрăлсах кайрĕç.
(7) Манăн çакăншăн мĕнле каçарас-ха сана? Санăн ывăлусем Мана пăрахрĕç, вĕсем турă маррисен ячĕпе тупа тăваççĕ. Эпĕ вĕсене тăрантартăм, вĕсем вара асăхрĕç, кĕпĕрленсех аскăн хĕрарăмсен çуртне çÿрерĕç.
(8) Вĕсем — самăртнă ăйăрсем: кашниех ют арăма курса кĕçенет.
(9) Çавăншăн хĕн кăтартмăп-и Эпĕ? çакăн пек халăха тавăрмăп-и вара? тет Çÿлхуçа.
(10) Унăн хÿмисем çине хăпарăр та аркатăр, анчах тĕппипех мар, тураттисене иртсе тухăр: вĕсем — Çÿлхуçа валли мар;
(11) Израиль килĕпе Иуда килĕ Мана сутрĕç, тет Çÿлхуçа.
(12) Вĕсем Çÿлхуçаран хăпрĕç: «мĕнех тăвайĕ Вăл? пирĕн пата инкек-синкек килмĕ, эпир хĕç те, выçлăх та курас çук.
(13) Пророксем те — çил анчах, вĕсем [Çÿлхуçа] сăмахне пĕлмеççĕ, вĕсене хăйсене çапла пултăр!» терĕç.
(14) Саваоф Çÿлхуçа Турă вара çапла калать: вĕсем çавнашкал сăмахсем калаççĕ, çавăншăн акă вĕсен чĕлхи-çăварне Хамăн сăмахăма кĕртĕп, ăна вут-çулăм пек тăвăп, çак халăха вутă тăвăп, вара ăна çав вут-çулăм çунтарса ярĕ.
(15) Ах, Израиль килĕ, акă Эпĕ сирĕн çине инçетри халăха, вăйлă халăха, авалхи халăха илсе килĕп, тет Çÿлхуçа, эсĕ унăн чĕлхине пĕлместĕн, вăл мĕн каланине ăнланмастăн.
(16) Унăн йĕнни — уçă тупăк евĕрлĕ; пурте вĕсем — паттăр çынсем.
(17) Вĕсем санăн тырру-пуллупа çăкăрна та, ывăлусемпе хĕрÿсене те, сурăхусемпе вăкăрусене те, иçĕмÿпе смоква çырлине те çисе ярĕç; ху шанса тăракан тĕреклĕлетнĕ хулусене хĕçпе аркатса тăкĕç.
(18) Анчах çавăн чухне те Эпĕ сире тĕппипех пĕтерсе тăкмăп, тет Çÿлхуçа.
(19) Эхер те: «Çÿлхуçа, хамăр Туррăмăр, мĕншĕн пире çапла тăвать-ха?» тесе ыйтсассăн, эсĕ çапла хуравла: «эсир Ăна пăрахрăр та хăвăр çĕрĕр çинче ют турăсемшĕн ĕçлесе тăтăр, çавăнпа ĕнтĕ сирĕн ют çĕрте ют çынсемшĕн ĕçлесе пурăнмалла пулĕ» те.
(20) Çакна Иаков килĕнче пĕлтерĕр, Иудейăра хыпарлăр, çапла калăр:
(21) эй куçу пулсан та курман, хăлху пулсан та илтмен ухмах та ăссăр халăх, итле çакна:
(22) эсир Манран хăрамастăр-им, тет Çÿлхуçа, Ман умăмра чĕтреместĕр-им? Эпĕ тинĕс хĕррипе хăйăр сапса тухрăм, вăл ĕмĕрлĕх чикĕ пулса тăчĕ; хумсем тем тĕрлĕ талпăнсан та, ун урлă каçаймĕç, тем тĕрлĕ кĕрлесен те, унран иртеймĕç.
(23) Çак халăхăн чĕри вара чăрсăр та пăлхавлă: вĕсем итлемерĕç — пăрăнса кайрĕç;
(24) хăйсен ăшĕнче: «Çÿлхуçа Туррăмăртан хăраса тăрар» теме пĕлмерĕç, «кирлĕ вăхăтра пире малтанхи тата кайранхи çумăр Паракантан, пирĕн валли ĕççи эрнине Палăртаканран хăраса тăрар» темерĕç.
(25) Çапла каламашкăн сире йĕркесĕр ĕçĕрсем чăрмантарчĕç, çак ырлăхран сире çылăхăрсем пăрса ячĕç:
(26) Манăн халăхăм хушшинче усал çынсем пур: вĕсем кайăк тытакан пек сыхласа тăраççĕ, çĕр çумне лăпчăнаççĕ, тапă лартаççĕ, çынсене тытаççĕ.
(27) Читлĕх кайăкпа тулса ларнă пек, вĕсен çурчĕсем ултавпа тулнă; çавна пула çĕкленсе-пуйса кайрĕç вĕсем,
(28) самăрланса-мăнтăрланса кайрĕç, усал ĕçре пур виçерен те тухрĕç, тĕрĕс мар сут тăваççĕ, тăлăха сут туса пайта кураççĕ; чухăнсенĕн ĕçне сут патне çитермеççĕ.
(29) Çавăншăн хĕн кăтартмăп-и Эпĕ? çакăн пек халăха тавăрмăп-и вара? тет Çÿлхуçа.
(30) Çак çĕр çинче тискер те хăрушă ĕç пулса пырать:
(31) пророксем суя сăмах пĕлтереççĕ, вĕсем пулăшнипе священниксем хуçаланаççĕ, Манăн халăхăм вара çакна юратать. Çакăн пек ĕçсем хыççăн эсир ĕнтĕ мĕн тăвайăр?

6

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Эй Вениамин ывăлĕсем, тарăр Иерусалим хушшинчен, Фекойăра какăр кăшкăртăр, Бефкаремра вут-çулăмпа паллă парăр: çурçĕр енчен синкер-сехмет килет.
(2) Илемлĕ те черчен Сион хĕрне Эпĕ çука хăварăп.
(3) Кĕтÿçĕсем хăйсен кĕтĕвĕпе ун патне пырĕç, ун тавра чатăрсем лартса тухĕç, вара кашнийĕ хăйĕн çĕрĕнче кĕтсе çÿрĕ.
(4) Сион хĕрне хирĕç вăрçа хатĕрленĕр; тăрăр, кăнтăрла тапранса тухăпăр. Шел! кун каçалла сулăнать, каçхи сĕмлĕх сарăлса килет.
(5) Тăрăр, эпир çĕрле те кайăпăр, унăн керменĕсене тустарса тăкăпăр!
(6) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: йывăç касăр та Иерусалима хирĕç тăпрас купалăр: çак хула хасана тивĕçлĕ, унта — тем тĕрлĕ пусмăр.
(7) Çăлкуçĕнчен шыв тапса тăнă пек, çак хуларан усал ĕç палкаса тухать: унта пусмăрпа вăрă-хурах сасси илтĕнсе тăрать, Ман куçăм умĕнче яланах ÿпкев те суран.
(8) Эй Иерусалим, тăна кĕрсем, Манăн санран сивĕнес марччĕ, Манăн сана пушхир, çын пурăнман çĕр, туса хăварас марччĕ.
(9) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: Израиль йăлкăмне, иçĕм çырли пек, пĕтĕмпех пуçтарса кайĕç; иçĕм çырли татакан пек, аллуна кунтă енне тăс.
(10) Кама калас-ха манăн, кама итлеме ÿкĕтлес? Вĕсем хăлхине кастарман та — итлеме пултараймаççĕ, вĕсем Çÿлхуçа сăмахне ним вырăнне те хумаççĕ, вĕсемшĕн кăмăллă мар вăл.
(11) Çавăнпа эпĕ Çÿлхуçа хаярлăхĕпе тулса ларнă, ăна хам ăшăмра тытса тăраймастăп; ăна урамри ачасем çине те, çамрăксен ушкăнĕ çине те тăкатăп; упăшкипе арăмне те, кунĕ вĕçне çитнĕ ваттине те илсе кайĕç.
(12) Ĕнтĕ вĕсен çурчĕсем те, вĕсен хирĕсемпе арăмĕсем те ыттисен аллине куçĕç, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ аллăма çак çĕр çинче пурăнакансем çине тăсăп, тет Çÿлхуçа.
(13) Вĕсем кĕçĕннинчен пуçласа асли таранах мулшăн çунаççĕ, пророкран пуçласа священник таранах пурте ултавлă ĕç тăваççĕ;
(14) Ман халăхăмăн суранĕсене ячĕшĕн çеç сиплеççĕ, «тăнăçлăх, тăнăçлăх!» теççĕ те — тăнăçлăхĕ çук та.
(15) Ирсĕр ĕçсем туса вăтанаççĕ-и-ха вĕсем? çук, пачах та вăтанмаççĕ, хĕрелмеççĕ те. Çавăншăн вĕсем çылăхлисем хушшине тăрăнса анĕç, Эпĕ пырса пăхнă чухне пурте тăкăнса пĕтĕç, тет Çÿлхуçа.
(16) Çÿлхуçа çапла калать: хăвăр çулăрсем çинче чарăнăр та пăхса илĕр, авалхи çулсем çинчен ыйтса пĕлĕр те ырă çул ăçтарах — унпала кайăр, вара хăвăр валли канлĕх тупăр, тет. Анчах вĕсем: «каймастпăр» терĕç.
(17) Эпĕ вара трупа сассине илтчĕр тесе сирĕн патăра хуралçăсем тăратрăм. Анчах вĕсем: «итлеместпĕр» терĕç.
(18) Эппин, итлĕр, халăхсем, вĕсене мĕн пулассине пурте пĕлсе тăрăр.
(19) Итле, çĕр: акă Эпĕ çак халăх çине синкер-сехмет, хăйсен каварĕн çимĕçне, илсе килĕп: вĕсем Ман сăмахăмсене итлемерĕç, Манăн саккуна тиркерĕç.
(20) Мана мĕне кирлĕ Савăран килекен латăн, инçетри çĕршывран килекен ырă шăршăллă хăмăш? Пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парнĕрсем Маншăн юрăхлă мар, ытти парнĕрсем те кăмăллă мар.
(21) Çавăнпа Çÿлхуçа çапла калать: акă Эпĕ çак халăх умне чăрмавсем лартăп та — вĕсенчен такăнĕç: ашшĕсемпе пĕрле ачисем те, кÿршĕпе кÿршĕ те — пурте такăнса вилсе пĕтĕç.
(22) Çÿлхуçа çапла калать: акă çурçĕрти çĕршывран халăх килет, тĕнче хĕрринчен аслă халăх çĕкленет;
(23) ухăпа сăнă тытнă; вĕсем хаяр та шелсĕр, вĕсенĕн сасси тинĕс шавĕ пек, юланутсем вĕçтерсе пыраççĕ, вĕсем çапăçма хатĕр, Сион хĕрĕ, вĕсем кар тăрса санпа çапăçма килеççĕ.
(24) Эпир вĕсем çинчен хыпар илтрĕмĕр те — аллăмăр усăнчĕ, пире хурлăх çитрĕ, ача çуратакан арăмăн асапĕ пек асап çавăрса илчĕ.
(25) Хире ан тухăр, çулсем тăрăх ан çÿрĕр: пур енче те — тăшман хĕçĕ, пур енче те — хăрушлăх.
(26) Халăхăм хĕрĕ! хуйхă тумтирĕ тăхăн, тусан çинче йăвалан; пĕртен-пĕр ывăлу вилнĕ евĕр хурланса, вĕри куççульпе макăр; пирĕн çине пĕр кĕтмен çĕртен пĕтермĕш килет.
(27) Вĕсенĕн çулне тĕрĕслемешкĕн Эпĕ сана — шăратаканĕ, халăхăма ылтăн тăпри турăм.
(28) Вĕсем пурте — тÿрккес те шанчăксăр çынсем, элекпе çеç пурăнаççĕ; вĕсем — пăхăр та тимĕр, пурте — пăсăлнă çынсем.
(29) Вĕркĕчĕ çунса кайрĕ, тăхлан вутпа шăранса пĕтрĕ: шăратаканĕ кăлăхах шăратрĕ, юрăхсăрри хăпмарĕ;
(30) пăрахăç кĕмĕл тесе ят парĕç вĕсене, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа вĕсене пăрахрĕ.

7

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Акă Иеремийăна Çÿлхуçаран пулнă сăмах:
(2) Çÿлхуçа Çурчĕн хапхи умне тăр та çак сăмаха пĕлтерсе çапла кала: эй çак хапха витĕр Çÿлхуçана пуççапма кĕрекен пĕтĕм Иудея халăхĕ, Çÿлхуçа сăмахне итле.
(3) Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: хăвăр çулăрсене, хăвăр ĕçĕрсене тÿрлетĕр те, Эпĕ сире çак вырăнтах пурăнма хăварăп.
(4) «Кунта Çÿлхуçа Çурчĕ, Çÿлхуçа Çурчĕ, Çÿлхуçа Çурчĕ» тесе улталакансене ан ĕненĕр.
(5) Хăвăр çулăрсене, хăвăр ĕçĕрсене тÿрлетмеллипех тÿрлетсессĕн, кирек камшăн та сута тÿрĕ туса пырсассăн,
(6) ют çĕр çыннисене, тăлăх ачасене, тăлăх арăмсене хĕсĕрлемесессĕн, çак вырăнта айăпсăр юн тăкмасассăн, хăвăра инкек туса урăх турăсем хыççăн каймасассăн,
(7) Эпĕ сире çак вырăнтах, хăвăр аçăрсене сыпăкран сыпăка пымалла панă çак çĕр çинчех, хăварăп.
(8) Анчах эсир хăвăра усă паман ултавлă сăмахсене шанатăр.
(9) Мĕнлерех вăрлатăр эсир, вĕлеретĕр, аскăнатăр, ултавлăн тупа тăватăр, Ваал умĕнче тĕтĕретĕр, хăвăр пĕлмен урăх турăсем хыççăн çÿретĕр!
(10) Кайран вара килетĕр те Ман ятăмпа хисепленекен çакă Çуртра Ман умăма тăратăр, «эпир çăлăннă» теетĕр, эсир ĕнтĕ малашне те ирсĕр ĕçсем тума хатĕр!
(11) Эсир Ман ятăмпа хисепленекен çакă Çурт вăрă-хурах йăви пулса тăтăр тетĕр-и? Эпĕ çакна пĕтĕмпех курса тăратăп! тет Çÿлхуçа.
(12) Силома — унччен Эпĕ Хамăн ятăм çавăнта пултăр тесе кăтартнă вырăна — кайса пăхăр-ха, Израиль халăхĕн усал ĕçĕшĕн Эпĕ ăна мĕн тунине курăр-ха.
(13) Эсир халĕ те çав ĕçсенех тăватăр, тет Çÿлхуçа, Эпĕ сире çакăн çинчен çине-çинех каларăм, анчах эсир итлемерĕр, чĕнтĕм сире — эсир хирĕç чĕнмерĕр,
(14) çавăнпа Эпĕ Ман ятăмпа хисепленекен, эсир шанса тăракан çакă Çурта та, сире тата сирĕн аçăрсене панă вырăна та Силома мĕн кăтартнинех кăтартăп.
(15) Тăванăрсене, пĕтĕм Ефрем йăхне, хăваласа янă пекех, сире Хам умран хăваласа ярăп.
(16) Эсĕ вара çак халăх патне ан çывăхар, уншăн ан макăр, уншăн кĕлтуса Мана ан тархасла — Эпĕ сана илтмĕп.
(17) Вĕсем Иудея хулисенче, Иерусалим урамĕсенче мĕн тунине курмастăн-им?
(18) Тÿпен ама турри валли икерчĕ пĕçермешкĕн ачисем вут-шанкă пуçтараççĕ, ашшĕсем вут чĕртеççĕ, хĕрарăмĕсем чуста çăраççĕ. Мана хурласа урăх турăсем умĕнче чÿк тăваççĕ.
(19) Анчах Мана хурлаççĕ-и-ха вĕсем? тет Çÿлхуçа. Хăйсене намăса хăварса, хăйсене хăйсем хурлаççĕ вĕсем.
(20) Çавăнпа Çÿлхуçа Турă çапла калать: акă Манăн çиллĕм, Манăн хаярлăхăм çак вырăна, çынсемпе выльăх çине, хирти йывăçсемпе çĕр çимĕçĕсем çине ÿксе хыпса илĕ те пĕр сÿнмесĕр çунса тăрĕ.
(21) Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: парнесем кÿрĕр, пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнĕрсене кÿрĕр, аш çийĕр;
(22) сирĕн аçăрсене Египет çĕрĕнчен илсе тухнă кун Эпĕ вĕсене пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парне çинчен, ытти парне çинчен каламарăм, ÿкĕтлемерĕм,
(23) анчах вĕсене çакăн пек ÿкĕтлерĕм: «Мана итлĕр, вара Эпĕ сирĕн Туррăр пулатăп, Эсир Манăн халăхăм пулатăр, хăвăра ырă пултăр тесессĕн, Эпĕ вĕрентекен çулпа çÿрĕр» терĕм.
(24) Анчах вĕсем итлемерĕç, хăлхине таймарĕç, хăйсен усал чĕри еккипе пурăнчĕç, чăхăмларĕç, Ман еннелле питпе мар, çурăмпа çаврăнса тăчĕç.
(25) Сирĕн аçăрсем Египет çĕрĕнчен тухнăранпа паян кунчченех Эпĕ сирĕн патăра Хамăн чурамсене — пророксене — ярсах тăтăм, çине-çинех ярса тăтăм;
(26) анчах вĕсем Мана итлемерĕç, хăлхине таймарĕç, чурăслансах кайрĕç, хăйсен ашшĕсенчен те киревсĕртерех хăтланчĕç.
(27) Эсĕ вĕсене çак пĕтĕм сăмаха калама пуçласассăн, вĕсем сана итлемĕç; вĕсене чĕнсессĕн, вĕсем сана хирĕç чĕнмĕç.
(28) Вара çапла кала вĕсене: акă Çÿлхуçана, хăйĕн Туррине, итлемен, вĕрентсе каланине хапăл туман халăх! Ĕнтĕ вĕсен чăнлăх юлмарĕ, вĕсен чĕлхи-çăварĕ ăна йышăнмарĕ.
(29) Çÿçне касса тăк, сăрт-ту çинче хÿхле: ĕнтĕ Çÿлхуçа Хăйне çиллентернĕ йăха пăрахрĕ.
(30) Манăн умăмра Иуда ывăлĕсем усал ĕçсем тăваççĕ, тет Çÿлхуçа, Ман ятăмпа хисепленекен Çуртра, ăна варалас тесе, хăйсен йĕрĕнчĕкĕсене лартса тухрĕç;
(31) Енном ывăлĕсен айлăмĕнче хăйсен ывăлĕсемпе хĕрĕсене вут-çулăмра çунтармашкăн Тофетра чÿк вырăнĕсем туса пĕтерчĕç, Эпĕ ун пек тума хушман, ку Манăн чĕремре те пулман.
(32) Акă ĕнтĕ çак вырăна текех Тофет тесе, Енном ывăлĕсен айлăмĕ тесе каламĕç, ăна Вилĕм айлăмĕ тесе каламалли кунсем çитеççĕ, тет Çÿлхуçа, вырăн çитменнипе Тофетра çын пытарма пуçлĕç.
(33) Çак халăх çыннисен виллисем вĕçен кайăксенĕн, çĕр çинчи тискер кайăксенĕн çимĕçĕ пулса тăрĕç, кайăкĕсене хăваласа яракан та пулмĕ.
(34) Иудейăри хуласенче тата Иерусалим урамĕсенче савăнăç сассине те, хаваслăх сассине те, кĕрÿ каччă сассине те, çураçнă хĕр сассине те чарса лартăп — çакă çĕр пушхир пулса тăрĕ.

8

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Çав вăхăтра, тет Çÿлхуçа, Иуда патшисен шăммисене те, унăн улпучĕсен шăммисене те, священниксен шăммисене те, пророксен шăммисене те, Иерусалимра пурăннă çынсен шăммисене те хăйсен тупăклăхĕнчен кăларса ывăтĕç;
(2) вĕсене хăйсем юратнă, пăхăнса тăнă, вĕсем хыççăн çÿренĕ, хăйсем шыранă тата пуççапнă хĕвелпе уйăх умне, мĕнпур çÿлти çар умне сапаласа тăкĕç; вĕсене пуçтармĕç те, пытармĕç те: çĕр çинче вĕсем тислĕк пулĕç.
(3) Çак усал йăхран чĕрĕ юлнисемшĕн вилĕм пурăнăçран лайăхрах пулĕ; Эпĕ вĕсене кирек ăçта хăваласа ярсассăн та çавăн пек пулĕ, тет Саваоф Çÿлхуçа.
(4) Вĕсене кала: Çÿлхуçа çапла калать, те: ÿксессĕн тăмаççĕ-им вара, çултан аташсассăн каялла таврăнмаççĕ-им?
(5) Мĕншĕн-ха çак халăх аташать? мĕншĕн-ха Иерусалим ĕмĕрĕпех аташать? вĕсем ултава хытă шанаççĕ — Ман енне çаврăнасшăн мар.
(6) Эпĕ сăнаса тăрсах итлерĕм: вĕсем тÿррине каламаççĕ, хăйĕн йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн пĕри те ÿкĕнмест, никам та: «мĕн туса хутăм-ха эпĕ?» тесе каламасть; вăрçă хирĕнче талпăнакан ут пек, кашнийĕ хăйĕн çулĕпе чупать.
(7) Тÿпери чарлан та хăйĕн вăхăтне пĕлет, улатăпа та, чĕкеç те, тăрна та хăйсем вĕçсе килмелли вăхăта астуса тăраççĕ; Манăн халăхăм вара Çÿлхуçа саккунне пĕлмест.
(8) «Эпир ăслă, пирĕн Турă панă саккун пур» тесе мĕнле калаятăр-ха эсир? Кĕнекеçĕсен суя калемĕ суя-ултавах çырать.
(9) Ăсчахсем намăса юлчĕç, сехĕрленсе ÿкрĕç, танатана çакланчĕç: вĕсем Çÿлхуçа сăмахне йышăнмарĕç — ăçта-ха вĕсен ăсĕ?
(10) Çавăншăн вĕсен арăмĕсене урăххисене, вĕсен хирĕсене ытти хуçасене парăп; ĕнтĕ вĕсем, кĕçĕннинчен пуçласа асли таранах, мулшăн çунаççĕ; пророкран пуçласа священник таранах — пурте ултавлă ĕç тăваççĕ.
(11) Ман халăхăм хĕрĕн суранĕсене ячĕшĕн çеç сиплеççĕ, «тăнăçлăх, тăнăçлăх!» теççĕ те — тăнăçлăхĕ çук та.
(12) Ирсĕр ĕçсем туса вăтанаççĕ-и-ха вĕсем? çук, пачах та вăтанмаççĕ, хĕрелмеççĕ те. Çавăншăн вĕсем çылăхлисем хушшине тăрăнса анĕç; Эпĕ пырса пăхнă чухне пурте тăкăнса пĕтĕç, тет Çÿлхуçа.
(13) Вĕсене ним юлмиччен çаратса хăварăп, тет Çÿлхуçа, иçĕм пултранки çинче пĕр çырла та, смоква йывăçĕ çинче пĕр смоква та юлмĕ, çулçисем шанса кайĕç, Эпĕ мĕн панине пурне те туртса илĕç.
(14) «Мĕн туса ларатпăр эпир? пуçтарăнăр та — тĕреклĕлетнĕ хуласене каяр, çавăнта вилер; ĕнтĕ Çÿлхуçа Турă пире вилме палăртса хунă, Çÿлхуçа умĕнче çылăхлă ĕçсем тунăшăн Вăл пире ватпа хутăштарнă шыв ĕçтерет».
(15) Тăнăçлăх кĕтрĕмĕр — ним ырри те çук, сываласса шантăмăр — сехмет çитрĕ.
(16) Дан енчен тăшман учĕсем тулхăрни илтĕнет, ăйăрĕсем хыттăн кĕçеннĕрен пĕтĕм çĕр чĕтрет; килĕç те — çĕре, ун çинче мĕн пуррине, хулапа унта пурăнакансене пĕтерсе тăкĕç.
(17) Акă Эпĕ сирĕн çине çĕленсем — ăрăмласа та çĕнтерейми наркăмăшлă хура çĕленсем — ярăп, вĕсем сире сăхса суранлатса пĕтерĕç, тет Çÿлхуçа.
(18) Савăнăçăм çухалчĕ, ман çине хуйхă йăтăнса анчĕ, чĕрем халран кайрĕ.
(19) Акă инçетри çĕршывран халăхăмăн хĕрĕ йĕрсе йăлăннине илтетĕп: «Сион çинче Çÿлхуçа çук-им вара? унта Патша çук-им вара?» Мĕншĕн-ха вĕсем хăйсен йĕрĕхĕсемпе — ют çĕр йĕрĕхĕсемпе, ниме тăманскерсемпе — Мана çиллентерчĕç?
(20) Ĕççи вĕçленчĕ, çу кунĕсем иртсе кайрĕç, эпир вара çăлăнайман-ха.
(21) Халăхăм хĕрĕн хурлăхĕ пирки хурланатăп эпĕ, салхуллă çÿретĕп, хăрушлăх çавăрса илчĕ мана.
(22) Галаадра бальзам çук-шим вара? сиплевçĕ çук-шим унта? Халăхăмăн хĕрне мĕншĕн-ха сыватаймаççĕ?

9

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Ах, пуçăм куççуль пулсанччĕ, куçăм куççуль çăлкуçĕ пулсанччĕ! эпĕ кунĕн-çĕрĕн чиксе пăрахнă йăхташăмсемшĕн йĕрĕттĕм.
(2) Ах, пушхирте манăн хÿтлĕх вырăн пулсанччĕ! халăхăма пăрахса хăварăттăм, вĕсем патĕнчен кайăттăм: вĕсем пурте — аскăнчăксем, ултавçăсен эшкерĕ.
(3) Ултавшăн вĕсем чĕлхине ухă пек карăнтараççĕ, çĕр çинче тÿрĕ мар ĕçсемпе паттăрланаççĕ: пĕр усал ĕç хыççăн тепĕр усал ĕç тăваççĕ, Мана пĕлмеççĕ, тет Çÿлхуçа.
(4) Кашнийĕ хăйĕн кÿршинчен сыхлантăр, хăвăр тăванăрсене пĕрне те ан шанăр: пĕр тăванĕ тепĕрне ура хурать, кÿршĕ элек сарса çÿрет.
(5) Пĕри тепĕрне улталать, тĕрĕссине каламасть: чĕлхине улталама вĕрентнĕ те — ывăнса çитичченех суяççĕ.
(6) Эсĕ ултав хушшинче пурăнатăн; ултавлă пулнăран вĕсем Мана пĕлесшĕн мар, тет Çÿлхуçа.
(7) Çавăнпа Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: акă Эпĕ вĕсене шăратсах тĕрĕслĕп; халăхăмăн хĕрĕпе Манăн тата мĕн тăвас-ха?
(8) Вĕсен чĕлхи — вĕлерекен çĕмрен, чее калаçать; çывăх çыннипе вĕсем туслăн пуплеççĕ, чĕринче вара ăна хирĕç кавар тĕвĕлеççĕ.
(9) Çавăншăн Эпĕ вĕсене хĕн кăтартмăп-и вара? çавăн пек халăха Эпĕ тавăрмăп-и вара? тет Çÿлхуçа.
(10) Сăрт-тушăн кăшкăрса хÿхлеме, çеçенхирти кĕтÿлĕхшĕн эпĕ ĕсĕклесе йĕме пуçлăп: вĕсем ĕнсе-çунса кайнă, унта никам та çÿремест, унта кĕтÿ сасси те илтĕнмест; вĕçен кайăк та, выльăх-чĕрлĕх те пĕтĕмпе саланса-тарса пĕтнĕ.
(11) Иерусалимран ĕнтĕ чул купи, шакалсен йăви тăвăп, Иудея хулисенчен пушхир тăвăп, çынсăр хăварăп.
(12) Çакна ăнланакан ăслă çын пур-и-ха? Çĕршыв мĕншĕн пĕтнине, мĕншĕн вăл никам çÿреми ĕнсе-çунса выртакан пушхир пулса тăнине Çÿлхуçа кама калайтăр-ха, кама пĕлтертĕр-ха?
(13) Çÿлхуçа çапла каларĕ: Эпĕ панă саккуна, хăвăра панă саккуна, пăрахнăшăн, Манăн сăмахăма итлеменшĕн, ăна уяса пурăнманшăн,
(14) хăйсен ашшĕсем вĕрентсе хăварнă пек, тÿрккесленсех хăйсен еккипе Ваалсем хыççăн кайнăшăн
(15) Эпĕ вĕсене, çак халăха, армути çитерĕп те ватпа хутăштарнă шыв ĕçтерĕп, тет Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри;
(16) вĕсене хăйсем те, хăйсен ашшĕсем те пĕлмен халăхсем хушшине сапаласа ярăп та хыççăн хĕç ярса тĕппипе пĕтерсе тăкăп.
(17) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: шухăшлăр та хÿхлекен хĕрарăмсене чĕнĕр — çавсем килччĕр; çак ĕçе ăста тăвакан хĕрарăмсене чĕнме ярăр — çавсем килччĕр.
(18) Васкаччăр вĕсем, пирĕншĕн хÿхлеме пуçлаччăр, пирĕн куçран куççуль юхтăр, куç хупанкинчен шыв пек тăкăнтăр.
(19) Сион енчен çапла каласа йĕни илтĕнет: «ах, пире епле çаратрĕç! пире тем тĕрлĕ намăса хăварчĕç, ĕнтĕ хамăр çĕре пăрахса каятпăр: пирĕн çуртсене аркатрĕç».
(20) Ĕнтĕ итлĕр, хĕрарăмсем, Çÿлхуçа сăмахне, Ана хăлхăра тайса итлĕр; хĕрĕрсене те хÿхлеме вĕрентĕр, пĕри тепĕрне хÿхлев юррисем вĕренттĕр:
(21) пирĕн чÿречесенчен вилĕм кĕрет, пирĕн керменсене кĕрсе каять, вăл ачасене урамра, яш-кĕрĕме уçă вырăнта пĕтерсе тăкасшăн.
(22) Çÿлхуçа çапла калать тесе кала: çын виллисем хирти тислĕк пек, выракан хыççăн выртса юлакан кĕлтесем пек выртса юлĕç, вĕсене пуçтаракан та пулмĕ.
(23) Çÿлхуçа çапла калать: ăсли хăйĕн ăсĕпе ан мухтантăр, вăйли хăйĕн вăйĕпе ан мухтантăр, пуянни хăйĕн мулĕпе ан мухтантăр.
(24) Мухтанакан Мана ăнланнипе, Эпĕ çĕр çинче ырăлăх, сут, тÿрĕлĕх тăвакан Турă пулнине пĕлнипе мухтантăр, мĕншĕн тесессĕн Маншăн çакă çеç кăмăллă, тет Çÿлхуçа.
(25) Акă ÿтне çеç кастарнă халăхсене хаса парас кунсем çывхараççĕ:
(26) Эпĕ Египетпа Иудейăна, Эдома, Аммон ывăлĕсене, Моава тата пушхирте пурăнакан, тăнлавĕ çинчи çÿçне кастаракан çынсене хаса парăп. Ытти халăхсем — ÿтне кастарман халăхсем, Израиль килĕ вара чĕрине кастарман, тет Çÿлхуçа.

10

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Эй Израиль килĕ! итле Çÿлхуçа хăвна калакан сăмаха!
(2) Çÿлхуçа çапла калать: суя тĕнлисен çулĕсене ан иленĕр, суя тĕнлисем хăракан çÿлти паллăсенчен ан шикленĕр.
(3) Çав халăхсен йăли-йĕрки ниме те тăмасть: вăрманта йывăç касаççĕ те пуртă тытса ăна каскалакан аллипе чутлаççĕ,
(4) ылтăн-кĕмĕлпе эрешлеççĕ, ан ÿктĕр тесе, çапкăчпа пăта çапса çирĕплетеççĕ.
(5) Вĕсем — хăяр йăранĕ çинчи катемпи пекех, калаçмаççĕ; вĕсене йăтса çÿреççĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсем утма пултараймаççĕ. Вĕсенчен ан хăрăр, вĕсем усал тăваймаççĕ, анчах вĕсен ыррине тума та вăйĕ çук.
(6) Эй Çÿлхуçа, Сан пекки урăх çук! Эсĕ аслă, Санăн яту та хăватлăхпа аслă.
(7) Эй халăхсенĕн Патши, кам хăраса тăмĕ Санран? çакă вăл пĕртен-пĕр Сана çеç тивĕçлĕ; халăхсен мĕнпур ăсчахĕ хушшинче те, вĕсен пур патшалăхĕнче те Сан евĕрли урăх çук.
(8) Йĕрĕхсем — ăссăр-тăнсăр, хаяр; ниме тăман йĕрĕхсем вĕрентни — турпас çеç.
(9) Фарсисран кĕмĕл чĕлпĕкĕсем, Уфазран ылтăн илсе килнĕ, вĕсем — ÿнерçĕ ĕçĕ, шăратаканăн ĕçĕ; вĕсен тумтирĕ кăвак та хĕрхĕлтĕм тĕслĕ: çакă йăлтах — ăстайлă çынсен ĕçĕ.
(10) Пĕр Çÿлхуçа Турă çеç шанчăклă; Вăл — чĕрĕ Турă, ĕмĕрхи Патша. Унăн çиллинчен çĕр чĕтренсе тăрать, халăхсем Унăн хаярлăхне тÿссе тăма пултараймаççĕ.
(11) Çапла калăр вĕсене: тÿпепе çĕре пултарман турăсем çĕр çинчен те, тÿпе айĕнчен те çухалĕç.
(12) Çĕре Вăл Хăйĕн хăвачĕпе пултарнă, тĕнчене Хăйĕн ăслăлăхĕпе çирĕплетнĕ, тÿпене Хăйĕн ăс-тăнĕпе карса хунă.
(13) Сасă парать те Вăл — тÿпере шывсем шавлаççĕ, Вăл çĕр хĕрринчен пĕлĕтсем хăпартать, çумăр витĕр çиçĕм çиçтерет, Хăйĕн управăшĕнчен çил кăларать.
(14) Пĕлÿсĕр çын ăссăрла хăтланать, шăратса йĕрĕх ăсталакан хăйне намăса хăварать: вăл тунă йĕрĕх — суя япала, унра сывлăш çук.
(15) Ку вăл — ниме тăман, аташса тунă ĕç; Вăл килсе пăхнă чухне вĕсем çухалĕç.
(16) Иаков Турри — ун пек мар: Вăл — Пурне те Пултаракан Турă, Израиль — Унăн халăхĕ, Унăн еткерлĕхĕ, Унăн ячĕ — Саваоф Çÿлхуçа.
(17) Эй хупăрласа илнĕ вырăнта лараканĕ, япалусене пуçтарса çых:
(18) ĕнтĕ Çÿлхуçа çапла калать: акă ку хутĕнче Эпĕ çак çĕр çинче пурăнакансене кăларса ывăтăп, вĕсем çине хĕн-хур ярăп, тÿссе курччăр çавна.
(19) Хуйхă çитрĕ мана! асапланатăп, суранăм чăтма çук ыратать, ăшăмра: «чăтса ирттерĕп-ха» тесе шухăшланăччĕ;
(20) анчах чатăрăм пушанса юлчĕ, вĕренĕмсем татăлса пĕтрĕç; ачамсем мана пăрахса кайрĕç, вĕсем çук ĕнтĕ: чатăрăма лартакан та, ăна каракан та çук,
(21) мĕншĕн тесессĕн кĕтÿçĕсем ăссăрланса кайрĕç, Çÿлхуçана шырамарĕç, çавăнпа ăнăçсăр вĕсем, вĕсен пĕтĕм кĕтĕвĕ саланса пĕтнĕ.
(22) Акă хыпар çитрĕ, авă килет вăл, Иудея хулисене пушхирпе шаккалсен вырăнĕ туса хăвармашкăн çурçĕр енчи çĕршывран шăв-шав çывăхарса килет.
(23) Эй Çÿлхуçамăм, этем çулĕ хăй ирĕкĕнчен килменнине пĕлетĕп, урине ăçталла ярса пусасси утаканран хăйĕнчен килменнине пĕлетĕп.
(24) Эй Çÿлхуçамăм, хаса пар мана, анчах çиллÿпе мар, тÿрĕлĕхÿпе хаса пар, мана пĕтерсех ан пăрах.
(25) Хаярлăхна Хăвна пĕлмен халăхсем çине, Хăвăн ятна асăнман йăхсем çине яр: вĕсем Иакова çисех ячĕç, хыпса çăтрĕç ăна, тĕп турĕç ăна, унăн ялĕсене тустарса тухрĕç.

11

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Акă Иеремийăна Çÿлхуçаран пулнă сăмах:
(2) çакă халал сăмахĕсене итлĕр те Иуда арĕсемпе Иерусалим çыннисене каласа парăр;
(3) вĕсене çапла кала: Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать, те: çакă халал сăмахĕсене итлемен çынна ылхан çитĕ;
(4) çакă сăмахсене Эпĕ сирĕн аçăрсене Египет çĕрĕнчен, тимĕр кăмакаран, илсе тухсан каларăм: «Манăн сăмахăма итлĕр, Эпĕ сире ÿкĕтлесе каланине пурне те тăвăр, вара эсир Манăн халăхăм пулатăр, Эпĕ сирĕн Туррăр пулатăп» терĕм.
(5) Эпĕ сирĕн аçăрсене тупа тунине вырăна килтертĕм — вĕсене сĕтпе пыл юхса выртакан çĕр патăм. Эсир халĕ çав çĕр çинче пурăнатăр, тесе калать, те. Эпĕ вара çапла хуравларăм: аминь, Çÿлхуçамăм! терĕм.
(6) Çÿлхуçа мана каларĕ: çак мĕнпур сăмаха Иуда хулисемпе Иерусалим урамĕсенче пĕлтер: çакă халал сăмахĕсене итлĕр те вĕсене туса тăрăр, те.
(7) Сирĕн аçăрсене Эпĕ Египет çĕрĕнчен илсе тухнăранпа паян кунчченех пĕр вĕçĕмсĕр каласа тăтăм, çине-çинех каларăм: «Ман сăмахăма итлĕр» терĕм.
(8) Анчах вĕсем итлемерĕç, мĕн каланине хăлхана та чикмерĕç, кашниех хăйĕн усал чĕрин чурăслăхĕпе çÿрерĕ: çавăнпа Эпĕ вĕсене хирĕç çак халалăн пĕтĕм сăмахне — вĕсем пурăнăçа килтерсе тăма хушнă сăмаха, вĕсем пурăнăçламан сăмаха — ярăп.
(9) Çÿлхуçа мана каларĕ: Иуда арĕсем те, Иерусалим çыннисем те хăйсем хушшинче кавар тунă:
(10) вĕсем каллех хăйсен мăн аслашшĕсем тунă йĕркесĕр ĕçсем еннелле çаврăнчĕç, лешĕсем Ман сăмахăмсене итлеми пулнăччĕ те ют турăсем хыççăн кайнăччĕ, вĕсемшĕн ĕçлесе тăма тытăннăччĕ. Израиль килĕпе Иуда килĕ Эпĕ вĕсен ашшĕсемпе хывнă халала пăсрĕç, терĕ.
(11) Çавăнпа ĕнтĕ Çÿлхуçа çапла калать: акă Эпĕ вĕсем çине хĕн-хур ярăп, вĕсем унран хăтăлаймĕç, Мана тархаслама тытăнсассăн та Эпĕ вĕсене илтмĕп.
(12) Çавăн чухне Иуда хулисемпе Израиль çыннисем хăйсем тĕтĕрекен турăсене йĕре-йĕре тархаслĕç; анчах туррисем çав хĕн-хур вăхăтĕнче нимĕнле те пулăшмĕç.
(13) Иуда, ĕнтĕ санăн мĕн чухлĕ хула, туррусем те çавăн чухлех, Иерусалимра мĕн чухлĕ урам, сирĕн йĕрĕнчĕксене парне кÿмелли вырăн та çавăн чухлех. Ваала тĕтĕрмелли вырăнсем лартса тултартăр.
(14) Эсĕ вара çак халăхшăн ан ыйт, уншăн ан кĕлту, ан тархасла: вĕсем хĕн-хур тÿснĕ чухне Мана тархасланине илтмĕп Эпĕ.
(15) Ман Çуртăмра юрăхсăр ĕçсем пулса иртнĕ чухне Ман савнă халăхăмăн унта мĕн тупмалли пур? сана, усал ĕç туса савăнаканскерне, таса аш[1] та пулăшаймĕ.
(16) Çÿлхуçа сана «Паха çимĕçлĕ ытарайми çу йывăçĕ» тесе ят панă. Халĕ вара аслати шавĕпе пĕрле Вăл ун тавра вут хыптарса ячĕ те, унăн турачĕсем çунса кайрĕç.
(17) Хăвна лартса ÿстернĕ Саваоф Çÿлхуçа акă Израиль килĕпе Иуда килĕ тунă усал ĕçсемшĕн сан çине сехмет ячĕ. Вĕсем Ваала тĕтĕрсе Мана тарăхтарчĕç.
(18) Турă мана уçса пачĕ те — эпĕ пĕлетĕп; Эсĕ мана вĕсен ĕçĕсене кăтартрăн.
(19) Эпĕ вара, хăйне пусма илсе каякан йăваш путек пек, вĕсем мана хирĕç кавар тунине, «ку йывăçа çамрăклах пĕтерер, ăна чĕррисен çĕрĕнчен уйăрар, ятне те ан асăнччăр урăх» тенине пĕлмен те.
(20) Анчах Саваоф Çÿлхуçа тÿррипе сут тăвать, чĕрепе ăшчике сăнаса тĕрĕслет. Вĕсене Хăв тавăрнине курмалла тусамччĕ мана: тавăçăма Сана шанса патăм.
(21) Çавăнпа сан чунна шыракан, «пирĕн алăран вилес мар тесессĕн, Çÿлхуçа ячĕпе вĕрентсе ан çÿре» теекен Анафоф çыннисем çинчен Çÿлхуçа çапла калать;
(22) çавăнпа Саваоф Турă çапла калать: акă Эпĕ вĕсем патне пырса пăхăп: вĕсенĕн яш ачисем хĕçрен вилĕç; вĕсенĕн ывăлĕхĕрĕ выçăпа вилĕ.
(23) Вĕсенчен йăлкăмĕ те юлмĕ: вĕсем патне пырса пăхнă çулхине Эпĕ Анафоф çыннисем çине хĕн-хур ярăп, тет.

12

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Эй Çÿлхуçамăм, эпĕ Санпа сутлашас пулсассăн, тÿрри Эсĕ пулăн; çапах эпĕ Санпа тÿрĕ сут çинчен калаçăп: мĕншĕн-ха усаллисен çулĕ ăнса пырать, ултавçăсем пурте ырă курса пурăнаççĕ?
(2) Вĕсене Эсĕ хунаттарнă — вĕсем тымар янă, ÿссе çитнĕ те çимĕç параççĕ. Эсĕ вĕсен чĕлхи вĕçĕнчен каймастăн, анчах вĕсен чĕринчен аякра тăратăн.
(3) Мана вара, эй Çÿлхуçамăм, Эсĕ пĕлетĕн, мана куратăн, Эсĕ манăн чĕреме сăнанă: вăл — Санпа пĕрле. Пусмалли сурăхсене уйăрса илнĕ пек уйăр та вĕсене вĕлермелли кун валли хатĕрлесе хур.
(4) Çĕр вăрахчен хурланĕ-ши, хирти курăк вăрахчен типĕ-ши? выльăхсемпе кайăксем çĕр çинчи усал çынсене пула пĕтеççĕ: унашкал çынсем: «Вăл пирĕн çулсене курмĕ-ха» теççĕ.
(5) Çуран çынсемпе чупсах ĕшенетĕн пулсассăн, урхамахсемпе мĕнле тупăшас-ха санăн? тăнăçлă çĕршыврах такăнса ÿкетĕн пулсассăн, Иордан хăмăшлăхĕнче мĕн тăвăн-ха эсĕ?
(6) Тăванусем те, аçун килĕ те — сана вĕсем те сутрĕç, вĕсем те сан хыççăн кăшкăрса юлаççĕ. Вĕсем хăвна ырă каланă чухне те ан шан вĕсене.
(7) Эпĕ Хамăн Çуртăма пăрахрăм; Хамăн еткерĕмрен уйăрăлса кайрăм, чунăмшăн чи кăмăллине унăн тăшманĕсен аллине патăм.
(8) Манăн еткерĕм Маншăн вăрманти арăслан пек пулса тăчĕ; Мана хирĕç сассине хăпартрĕ: çавăншăн Эпĕ ăна курайми пултăм.
(9) Манăн еткерĕм — чăпар виле хурчки пек, ăна виле хурчкисемех хупăрласа илнĕ. Эй хирти мĕнпур тискер кайăк, килĕр, пухăнăр, ăна çисе ямашкăн килĕр.
(10) Кĕтÿçĕсен ушкăнĕ Манăн иçĕм пахчине тустарса пĕтерчĕ, Манăн çĕр лаптăкне таптарĕ; Манăн юратнă çĕр лаптăкне ишĕлчĕк купипе пушхир туса хăварчĕ;
(11) ăна пушхире кăларчĕ, юхăннăскер, вăл Ман умăмра макăрать; пĕтĕм çĕр çаралса юлнă, ĕнтĕ çакăншăн хуйхăракан та çук.
(12) Пушхирти пĕтĕм ту çине çаратакансем, тустаракансем килнĕ — Çÿлхуçа хĕçĕ çĕрĕн пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне çити тĕппипех пĕтерет; пĕр чĕрĕ чуншăн та тăнăçлăх çук.
(13) Вĕсем тулă акнăччĕ — йĕплĕ кÿкен вырса илчĕç; халтан кайрĕç — уссине кураймарĕç; çакăн пек тупăшшăн вăтанăр ĕнтĕ! Çÿлхуçанăн çулăмлă çилли çакă вăл!
(14) Çÿлхуçа çапла калать: акă Эпĕ усал кÿршĕмсене — Хамăн халăхăма, Израиле, еткерлĕхе панă çĕр çине тапăнаканскерсене — хăйсен çĕрĕ çинчен кăларса ывăтăп, вĕсен хушшинчен Иуда килне туртса кăларăп.
(15) Вĕсене туртса кăларнă хыççăн Эпĕ вĕсене каялла çавăрса килĕп, вĕсене каçарăп, кашнинех хăйĕн пайне, хăйĕн çĕрне илсе килсе ярăп.
(16) Ман халăхăмăн çулне пĕлсе çитсессĕн, Ман халăхăма Ваал ячĕпе тупа тума вĕрентнĕ пек, «Турă пур!» тесе Ман ятăмпа тупа тума вĕренсе çитсессĕн — вĕсем Ман халăхăм хушшине килсе вырăнаçĕç.
(17) Эхер те итлемесессĕн, Эпĕ çакăн пек халăха кăкласа тăкăп та тĕппипех пĕтерĕп, тет Çÿлхуçа.

13

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Çÿлхуçа мана çапла каларĕ: кай та хăвна валли йĕтĕн пир татăкĕ туян, ăна пĕççÿ тавра çавăрса çых, анчах ăна шыва ан хур, терĕ.
(2) Эпĕ Çÿлхуçа хушнипе йĕтĕн пир татăкĕ туянтăм, ăна пĕççĕм тавра çавăрса çыхрăм.
(3) Тепĕр хутĕнче мана Çÿлхуçаран çапла сăмах пулчĕ:
(4) ху туяннă пĕçĕ çыххине салт та Евфрат патне кай, ăна çавăнта ту çурăкне пытарса хур, терĕ.
(5) Çÿлхуçа хушнă пек, Эпĕ кайрăм та ăна Евфрат патĕнче пытарса хутăм.
(6) Чылай кун иртсессĕн Çÿлхуçа мана каларĕ: Евфрат патне кай та унтан Эпĕ сана пытарса хума хушнă пĕçĕ çыххине ил, терĕ.
(7) Эпĕ Евфрат патне кайрăм, пытарса хунă вырăнтан пĕçĕ çыххине чавса кăлартăм та, акă — вăл çĕрсех кайнă, ниме юрăхсăр пулса тăнă.
(8) Çÿлхуçаран мана сăмах пулчĕ:
(9) Çÿлхуçа çапла калать: Иудăн мăнкăмăллăхĕпе Иерусалимăн шутсăр пысăк мăнкăмăллăхне Эпĕ çакăн пек юрăхсăра кăларăп.
(10) Ах, çак усал халăх — Манăн сăмахăмсене итлемесĕр, хăйĕн чĕри чурăслăхĕпе пурăнакан, ытти турă хыççăн кайса вĕсемшĕн ĕçлесе тăракан, вĕсене пуççапакан халăх — çак юрăхсăра тухнă пир таткипе мĕн пулнă, ăна та çавăн пекех пулĕ.
(11) Çав пĕçĕ çыххи ÿт çумне тачă çыпăçăнса тăнă пек, пĕтĕм Израиль килĕпе пĕтĕм Иуда килне те Эпĕ Хам çума чăмăртарăм, тет Çÿлхуçа, вĕсем Манăн халăхăмпа Манăн ятăм, Манăн мухтавăмпа чапăм пулччăр терĕм, анчах вĕсем итлемерĕç.
(12) Çавăнпа вĕсене çак сăмаха кала: Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: кирек хăш кăкшăма та эрех тултараççĕ. Вĕсем сана калĕç: «эпир кирек хăш кăкшăма та эрех тултарнине пĕлместпĕр-им?» тейĕç.
(13) Эсĕ вара вĕсене кала: Çÿлхуçа çапла калать, те: акă Эпĕ çак çĕр çинче пурăнакан çынсемпе Давидăн аслă пуканĕ çинче ларакан патшасене, священниксемпе пророксене, Иерусалимра пурăнакан мĕнпур çынна ÿсĕртмеллех ÿсĕртĕп те
(14) вĕсене, ашшĕсене те, ывăлĕсене те — пурне те пĕрле — пĕр-пĕрин çумне çапăнтарса вĕлерсе пĕтерĕп, тет Çÿлхуçа, вĕсене каçармăп, çырлахмăп, пĕтернĕ чухне хĕрхенсе тăмăп.
(15) Итлĕр те тăна илĕр: мăнкăмăллă ан пулăр — Çÿлхуçа çапла калать.
(16) Вăл халлĕхе сĕмлĕх яман чухне, урăрсем тĕттĕмлĕх тăвĕсем çинче такăнман чухне Çÿлхуçана, хăвăр Туррăра, мухтăр: эсир çутă килессе кĕтетĕр, анчах Вăл çутта вилĕм ĕмĕлки, сĕм сĕмлĕх туса хурĕ.
(17) Эсир çакна итлемесессĕн, манăн чунăм вăрттăн йĕрĕ, сирĕн мăнаçлăхăршăн ĕсĕклесе макăрĕ, вĕри куççульпе йĕрĕ, куçăмран вĕçсĕр куççуль юхĕ, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа кĕтĕвĕ тыткăна лекрĕ.
(18) Патшапа патша амăшне кала: йăвашланăр, аяла анса ларăр — ĕнтĕ пуçăр çинчен чап кăшăлĕ ÿкрĕ.
(19) Кăнтăрти хуласене питĕрсе илнĕ, вĕсене уçакан çук; Иуда пĕтĕмпех тыткăна каять, йăлтах тыткăна каять.
(20) Иерусалим, куçна çĕклесе пăх-ха, курха: çурçĕртен килеççĕ! Ăçта-ха сана панă кĕтÿ, ытарайми кĕтĕвÿ?
(21) Эсĕ хăвах вĕсене хăвăн пуçлăхусем пулма вĕрентрĕн, çавсем çитсессĕн мĕн калăн? Çуратакан арăмăн асапĕ çитмĕ-и сана ун чухне?
(22) Эхер те хăвăн ăшăнта: «мана ку мĕне пула çитсе çапрĕ-ха?» теетĕн пулсассăн, пĕл: темĕн чухлĕ йĕркесĕр ĕçÿсемшĕн санăн кĕпÿ аркине уçнă, сана мăшкăлланă.
(23) Эфиоп çынни хăйĕн ÿтне, барс хăйĕн пăнчисене улăштарма пултарать-и? эсир те, усал ĕç тума вĕреннĕскерсем, ырă ĕç тума пултарайăр-и?
(24) Çавăнпа вĕсене пушхир çилĕпе çĕкленнĕ хывăх пек вĕçтерсе салатăп.
(25) Акă санăн шăпу, Эпĕ уйăрса панă паю, мĕншĕн тесессĕн эсĕ Мана мантăн, ултава шантăн, тет Çÿлхуçа.
(26) Çакăншăн кĕпÿ аркине питÿ çинех çĕклĕп, ан тив, намăс вырăну уçăлтăр.
(27) Эсĕ епле асăхнине, ÿтÿ чарусăррипе кĕçеннине, хирти сăртсем çинче тунă йĕрĕнчĕк те ирсĕр ĕçÿсене куратăп. Иерусалим, сана хуйхă çитĕ! таса мар эсĕ, хăçанччен çапла пулăн-ши?

14

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Çÿлхуçа Иеремийăна çумăрсăр çанталăк çинчен каланă сăмах.
(2) Йĕрет Иудея, хапхисем хăлтăрканă, тÿннĕ, хуп-хура выртаççĕ, Иерусалимра кăшкăрса йĕреççĕ.
(3) Улпутсем хăйсен тарçисене шыв ăсма яраççĕ; лешĕсем пусă патне пыраççĕ те — шыв тупаймаççĕ; пушă кăкшăмĕпех таврăнаççĕ; намăсланса, аптăраса вĕсем пуçне хуплаççĕ.
(4) Çĕр çине çумăр ÿкменнипе тăпра çуркаланса пĕтнĕрен çĕр ĕçлекенсем те аптăранипе пуçне хуплаççĕ.
(5) Айпăлан та хирте пăруласа пăрушĕсене пăрахса каять, мĕншĕн тесессĕн курăк çук.
(6) Хир ашакĕсем те сăртлă вырăнсенче тăраççĕ, шакал пек хăйăлтатаççĕ; куçĕсем тĕксĕмленсе ларнă, мĕншĕн тесессĕн курăк çук.
(7) Йĕркесĕр ĕçĕмĕрсем хамăра хирĕç кÿнтелеççĕ, эй Çÿлхуçамăр, Сана темиçе хутчен пăрахрăмăр пулин те, Санăн умăнта çылăхăма кĕтĕмĕр пулин те, пире Хăвăн ятушăн пулăшсамччĕ.
(8) Эй Израиль шанчăкĕ, хуйхă-суйхă вăхăтĕнче ăна Çăлаканĕ! Мĕншĕн-ха çак çĕр çинче Эсĕ ютран килнĕ çын пек, çĕр каçма кĕнĕ иртенçÿрен пек?
(9) Мĕншĕн-ха Эсĕ аптăраса ÿкнĕ çын пек, çăлма пултарайман çар çынни пек? Çÿлхуçамăр, Эсĕ — пирĕн хушшăмăрта-çке, эпир Санăн ятупа хисепленетпĕр; ан пăрахсамччĕ пире.
(10) Çÿлхуçа çак халăх çинчен çапла калать: вĕсем çĕтсе-аташса çÿреме юратрĕç, хăйсен урине хĕрхенмерĕç, Çÿлхуçа вĕсене çавăншăн кăмăлламасть, йĕркесĕр ĕçĕсене астутарать те çылăхĕсемшĕн хаса парать.
(11) Çÿлхуçа мана çапла каларĕ: çак халăхшăн ырăлăх ыйтса ан кĕлту.
(12) Вĕсем типĕ тытсассăн та, Эпĕ вĕсем кăшкăрса йĕнине илтмĕп; пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парнине те, ытти парнине те хапăл тумăп; вĕсене хĕçпе, выçлăхпа, мур чирĕпе пĕтерсе тăкăп, терĕ.
(13) Эпĕ вара каларăм: эй Çÿлхуçа Туррăм! акă пророксем вĕсене: «хĕç курмăр, выçлăх та пулмĕ сирĕн, çак вырăнта сире яланлăхах тăнăçлăх парăп» тееççĕ, терĕм.
(14) Çÿлхуçа мана каларĕ: пророксем малашнехи çинчен Ман ятăмпа суйса калаççĕ; Эпĕ вара вĕсене яман та, хушман та, каламан та; вĕсем сире суя курăннине, юмланине, ниме тăманнине, хăйсем шухăшласа кăларнине каласа çÿреççĕ.
(15) Çавăнпа пророксем çинчен Çÿлхуçа çапла калать: вĕсем Ман ятăмпа вĕрентсе çÿреççĕ, Эпĕ вара вĕсене яман; вĕсем: «çак çĕр çинче хĕçпе выçлăх пулмĕ» теççĕ; çав пророксем хĕçпе те выçлăхпа вилсе пĕтĕç;
(16) вĕсем вĕрентнĕ çынсем хĕçпе те выçлăхпа вилсе пĕтĕç, Иерусалим урамĕсенче сапаланса выртĕç, вĕсене, вĕсенĕн арăмĕсене, вĕсенĕн ывăлĕсемпе хĕрĕсене пытаракан та пулмĕ; Эпĕ вĕсем çине хăйсен усаллăхне ярăп.
(17) Çак сăмаха кала вĕсене: куçăмран ирĕн-каçăн пĕр чарăнмасăр куççулĕ юхтăр: ĕнтĕ ман халăхăмăн хĕрĕ хăрушла суранланнипе, сусăрланнипе асапланать.
(18) Хире тухатăп та — акă хĕç айне пулса вилнисем; хулана кĕретĕп те — акă выçăпа хавшаса çитнисем; пророкпа священник та пĕр тĕлсĕр çÿреççĕ.
(19) Иудăна пăрахмаллипех пăрахнă-им Эсĕ? Сион Сана йĕрĕнтерсех çитернĕ-им? Мĕншĕн пире сывалайми хĕне ÿкертĕн? Тăнăçлăх кĕтрĕмĕр — ним ырри те çук; сываласса шантăмăр — сехмет çитрĕ!
(20) Эй Çÿлхуçа, хамăрăн тÿрĕ мар ĕçĕмĕрсене, аттемĕрсен йĕркесĕрлĕхне пĕлетпĕр: эпир Сан умăнта çылăха кĕтĕмĕр.
(21) Çавах Хăвăн ятушăн ан пăрахсамччĕ пире; Хăвăн мухтавун аслă пуканне мăшкăла ан хăварсамччĕ; пирĕнпе хывнă халална асна илсемччĕ, ан пăрахăçласамччĕ ăна.
(22) Суя тĕнлисен йĕрĕхĕсем хушшинче çумăр пултараканни пур-и? е пĕлĕт хăй тĕллĕнех çумăр пама пултарать-и? Ара, пирĕн Турă Эсĕ, Çÿлхуçа Туррăмăр, мар-и? Эпир Сана шанатпăр: çакна пурне те Эсĕ тăватăн.

15

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Çÿлхуçа мана çапла каларĕ: Ман умăма Моисейпе Самуил тухса тăрас пулсассăн та, Эпĕ çак халăха хĕрхенмĕп; хăваласа яр вĕсене Ман умăмран — кайччăрах вĕсем.
(2) Эхер те сана: «ăçта каяс-ха пирĕн?» тесессĕн, кала вĕсене: Çÿлхуçа çапла калать, те: вилмеллисем — вилме, хĕç айне пулмаллисем — хĕç айне, выçлăхпа пĕтмеллисем — выçлăха, тыткăна лекмеллисем тыткăна кайччăр.
(3) Вĕсем çине тăватă сехмет ярăп, тет Çÿлхуçа, вĕлермешкĕн — хĕç, туртса çурмашкăн — йытă, хĕн кăтартмашкăн тата пĕтермешкĕн вĕçен кайăкпа хирти тискер кайăк ярăп.
(4) Манассия,— Езекия ывăлĕ, Иудея патши,— Иерусалимра тунă ĕçсемшĕн Эпĕ вĕсене çĕр çинчи пур патшалăхшăн та хăрушă тĕслĕх пулмалла тăвăп.
(5) Кам хĕрхенĕ-ха сана, Иерусалим? кам шеллĕ сана? эсĕ мĕнле пурăнни çинчен ыйтса пĕлмешкĕн кам кĕрĕ сан патна?
(6) Эсĕ Мана пăрахрăн, каялла чакрăн, тет Çÿлхуçа, çавăнпа Эпĕ аллăма сан çине тăсăп та сана пĕтерсе тăкăп: Эпĕ сана хĕрхенсе ывăнса çитрĕм.
(7) Эпĕ вĕсене çĕр çинчи пур хапха патĕнче сенĕкпе сапаласа пăрахрăм; вĕсене ачисемсĕр хăвартăм, Ман ирĕкĕмпе халăхăм пĕтет, вĕсем пĕрех хăйсен çулĕнчен пăрăнмарĕç!
(8) Ман ирĕкĕмпе вĕсен тăлăх арăмĕсем тинĕсри хăйăртан та нумайрах; яш ачасен амăшĕ çине тăр-кăнтăрла çаратакана яратăп — сасартăках вăл пăлханса, сехĕрленсе ÿкĕ.
(9) Çичĕ ача çуратнă арăм халтан кайса çитнĕ, ĕнтĕ аран-аран сывлать; унăн хĕвелĕ кăнтăрлах анса ларнă: ăна намăса хăварнă, пусмăрланă. Вĕсен йăлкăмне те тăшманĕсен куçĕ умĕнче хĕçпе вĕлерттерĕп, тет Çÿлхуçа.
(10) «Хуйхă çитрĕ мана, аннеçĕм, эсĕ мана пĕтĕм çĕршывпа тавлашса та харкашса пурăнакан çын пулма çуратса янă! эпĕ никама та усламла укçа паман, мана та никам усламла укçа паман, анчах мана ылханаççĕ».
(11) Çÿлхуçа каларĕ: Эпĕ сана ырă ĕç тума тĕреклентермерĕм-и, йывăр вăхăтра, инкек-синкеклĕ вăхăтра сана тăшманусенчен хÿтĕлемерĕм-и?
(12) Тимĕр çурçĕрти тимĕрпе пăхăра çапса çĕмĕрме пултараять-и?
(13) Пĕтĕм çĕрÿ çинче тунă çылăхусемшĕн Эпĕ пурлăхна, мулна тÿлевсĕр-мĕнсĕр çараттарăп;
(14) тăшманусемпе пĕрле ху пĕлмен çĕршыва ярăп: Манăн çиллĕм вутла хыпса илчĕ – вăл сирĕн çинче çунса тăрĕ, терĕ.
(15) Эй Çÿлхуçамăм! Эсĕ пурне те пĕлетĕн; мана асна илсем, мана килсе пăхсам, мана хĕсĕрлекенсене маншăн тавăрсам; Ху вăрах тÿсĕмлĕ пулнăран ан пĕтерсем мана; эпĕ Саншăн мăшкăл тÿснине Эсĕ пĕлетĕн.
(16) Санăн сăмаху çитсех тăчĕ, вăл маншăн апат вырăнне пулчĕ; Санăн сăмаху манăн чĕреме савăнăçпа хаваслăх кÿчĕ; эй Çÿлхуçамăм, Саваоф Туррăм, эпĕ Санăн ятупа хисепленетĕп.
(17) Эпĕ кулакансен-тăрăхлакансен пухăвĕнче лармастăп, вăйă-кулăпа йăпанмастăп – хама пусса тăракан аллу айĕнче пĕр-пĕччен ларатăп: Эсĕ манăн ăшăма тарăху тултартăн.
(18) Мĕншĕн-ха манăн чирĕм çапла вăраха кайрĕ, мĕншĕн-ха суранăм сывалмасть – ăна сиплев те сиплеймест? Эсĕ маншăн ултавлă çăлкуç пек, шанчăксăр шыв пек пулăн-и вара?
(19) Çакна хирĕç Çÿлхуçа çапла каларĕ: Ман енне çаврăнас пулсассăн, Эпĕ сана çĕклĕп, эсĕ Манăн куçăм умĕнче тăрăн; пахине-хаклине ăçтиçук хушшинчен уйăрса илейсессĕн, Манăн чĕлхе-çăварăм пекех пулăн. Çынсем хăйсем сан енне çаврăнĕç, анчах эсĕ вĕсен енне ан çаврăн!
(20) Çак халăха хирĕç сана çирĕп пăхăр хÿме пек тăратăп; вĕсем сана хирĕç кĕрешĕç, анчах сана çĕнтереймĕç: сана çăлма та хăтарма Эпĕ санпа пĕрле пулăп.
(21) Сана усал çынсенчен çăлăп, хĕсĕрлекенсенчен хăтарăп, тет Çÿлхуçа.

16

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(2) арăм ан ил, çак вырăнта санăн ывăл та, хĕр те ан пултăр.
(3) Мĕншĕн тесессĕн çак вырăнта çуралакан ывăлсемпе хĕрсем çинчен, вĕсене çуратакан амăшĕсем çинчен, вĕсене çак çĕр çинче ĕрчетекен ашшĕсем çинчен Çÿлхуçа çапла калать:
(4) вĕсем йывăр вилĕмпе вилсе пĕтĕç, вĕсемшĕн хÿхлемĕç, вĕсене пытармĕç; вĕсем çĕр çийĕнче тислĕк вырăнне пулĕç; хĕçпе те выçăпа вилсе пĕтĕç, вĕсен виллисем те вĕçен кайăксен тата çĕр çинчи тискер кайăксен çимĕçĕ пулĕç.
(5) Çÿлхуçа çапла калать: вилнисене асăнакан çурта ан кĕр, вĕсемпе пĕрле ан хÿхле, вĕсене хĕрхенсе ан хурлан, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ çак халăхран Хам паракан канăçлăха, ырăлăха, хĕрхенĕве туртса илтĕм, тет Çÿлхуçа.
(6) Çак çĕр çинче асли те, кĕçĕнни те вилсе пĕтĕ; вĕсене пытармĕç, вĕсемшĕн хÿхлемĕç, хăйсен ÿтне каскаламĕç, вĕсемшĕн çÿçне кастармĕç.
(7) Вилнĕ çыннишĕн хуйхăрнă чухне лăпланмалăх вĕсене çăкăр та хуçса ан паччăр; вĕсене ашшĕне е амăшне асăнса ĕçмешкĕн йăпанăç курки те ан сĕнччĕр.
(8) Вĕсемпе пĕрле ларса ĕçсе çиме ĕçкĕ-çикĕ çуртне те ан çÿре,
(9) мĕншĕн тесессĕн Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: акă Эпĕ çак вырăнта, сирĕн куçăр умĕнче, эсир пурăнакан вăхăтра савăнăç сассине те, кин сассине те, хаваслăх сассине те, кĕрÿ каччă сассине те, кин сассине те чарса лартăп.
(10) Эсĕ çак мĕнпур сăмаха хăвăн халăхна каласа парсассăн, вĕсем санран: «çак пысăк инкеке Çÿлхуçа пирĕн çине мĕншĕн ячĕ-ши, ара, эпир мĕнле усал ĕç тунă-ши? Çÿлхуçа Туррăмăр умĕнче мĕнле çылăх тунă-ши?» тесе ыйтсассăн,
(11) вĕсене çапла кала: сирĕн аçăрсем Мана пăрахнăшăн, урăх турăсем хыççăн кайнăшăн, вĕсене пăхăннăшăн, вĕсене пуççапнăшăн, Манран пăрăнса кайнăшăн, Манăн саккуна уяса тăманшăн, тет Çÿлхуçа.
(12) Эсир вара хăвăр аçăрсенчен те начартарах тăватăр, Мана итлемесĕр кашнийĕ хăйĕн усал чĕрин чурăслăхĕпе пурăнать.
(13) Çакăншăн сире çак çĕр çинчен хăвăр та, хăвăр аçăрсем те пĕлмен çĕршыва хăваласа ярăп, унта эсир кунĕн-çĕрĕн урăх турăсене пуççапса пурăнăр: Эпĕ ĕнтĕ сире хĕрхенмĕп.
(14) Анчах та тупа тунă чухне: «Израиль ывăлĕсене Египет çĕрĕнчен илсе тухнă Çÿлхуçа чĕрĕ» теме чарăнас кунсем çитсе пыраççĕ, тет Çÿлхуçа;
(15) ун чухне урăхла калĕç: «Израиль ывăлĕсене Хăй хăваласа янă çурçĕр çĕрĕнчен, ытти мĕнпур çĕрсенчен каялла илсе килнĕ Çÿлхуçа чĕрĕ» тейĕç, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ вĕсене вĕсенĕн ашшĕсене панă çĕр çине илсе килĕп.
(16) Акă Эпĕ нумай-нумай пулăçă ярăп та, вĕсене тытма пуçлĕç, тет Çÿлхуçа, кайран нумай-нумай сунарçă ярăп та, çавсем вĕсене кашни ту çинчен, кашни сăрт çинчен, ту хушăкĕсенчен хăваласа кăларĕç.
(17) Манăн куçăм вĕсен мĕнпур çулне курса тăрать; вĕсем Ман умăмран тараймаççĕ, вĕсен ултавĕ Ман куçăмран пытанса юлаймасть.
(18) Эпĕ вĕсене усал ĕçĕсемпе çылăхĕсемшĕн икĕ хут ытла тавăрăп, мĕншĕн тесессĕн вĕсем Манăн çĕрĕме ирсĕрлетрĕç, ăна хăйсен вилĕ йĕрĕнчĕкĕсемпе тата хăйсен ирсĕрлĕхĕпе тултарса лартрĕç.
(19) Эй Çÿлхуçамăм, манăн вăй-хăватăм, манăн тĕрекĕм, хурлă кунсенче тарса хăтăлмалли хÿтлĕхĕм! Сан патна тĕнче хĕрринчен халăхсем килĕç те çапла калĕç: «пирĕн аттесен еткерлĕхĕ — ултав çеç, пуш япала çеç, унăн ним усси те çук».
(20) Этем хăйне валли турă тума пултарать-и вара? Ун пек турă — Турă мар!
(21) Çавăнпа халĕ ĕнтĕ Эпĕ вĕсене Хамăн вăй-хăватăма кăтартăп, вĕсем вара çакна пĕлсе çитĕç: Манăн ятăм — Çÿлхуçа.

17

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Иуда çылăхне тимĕр каскăчпа, вутчуль çивĕчĕшĕпе вĕсен чĕри çине тата вĕсен чÿк парни вырăнĕсен мăйракисем çине çырса хунă.
(2) Вĕсен ывăлĕсем хăйсен чÿк парни вырăнĕсене тата ешĕл йывăçсем айĕнчи, çÿллĕ сăртсем çинчи, хирти тусем çинчи йĕрĕхĕсене асрах тытаççĕ.
(3) Хăвăн йĕрĕхÿсемшĕн, пĕтĕм çĕрÿ çинче тунă çылăхусемшĕн Эпĕ пурлăхна, пĕтĕм мулна çаратса пĕтерме парăп.
(4) Эпĕ сана еткерлĕхе панине эсĕ хăвна пула çухатăн, сана хăв пĕлмен çĕршыва ярăп, тăшманусен чури тăвăп, мĕншĕн тесессĕн эсир Ман çиллĕмĕн çулăмне чĕртсе ятăр; çав вут-çулăм ĕмĕр-ĕмĕрех çунса тăрĕ.
(5) Çÿлхуçа çапла калать: этеме шанакан, ÿте хăйĕн тĕрекĕ тăвакан, хăйĕн чĕрине Çÿлхуçаран уйăракан этем ылханлă.
(6) Вăл пушхирти йĕплĕ тĕмĕ пек пулĕ, вăл ыррине кураймĕ, чуллă пушхире, çын пурăнман тăварак çĕр çине вырăнаçĕ.
(7) Çÿлхуçана ĕненекен, Çÿлхуçана шанакан çын пиллĕхлĕ.
(8) Вăл шыв хĕррине лартнă, тымарне юхăм еннелле янă йывăç пек пулĕ; вăл шăрăхран хăрамасть, çăра çулçăллă вăл, типĕ çул килесрен те шикленмест, çимĕç пама та пăрахмасть.
(9) Этем чĕри пек ултавли нимĕн те çук, питех те пăсăк вăл; кам пĕлсе пĕтерĕ ăна?
(10) Эпĕ, Çÿлхуçа, пурне те хăйĕн çул-йĕрне кура, ĕçĕсен çимĕçне кура тавăрса памашкăн этем чĕрине тĕрĕслетĕп, унăн чунне сăнатăп.
(11) Хир чăххи хăй туман çăмартасем çине ларать; пуянлăхне ултавпа туянакан та çавнашкал: вăл кун-çулĕн çурринче пуянлăхне çухатĕ, юлашки кунĕсенче ухмаха тăрса юлĕ.
(12) Пуçламăшĕнчех çÿле çĕкленнĕ патша пуканĕ — эпир тасалмалли вырăн.
(13) Эй Çÿлхуçамăм, Эсĕ — Израиль шанчăкĕ; Сана пăрахнă çынсем пурте намăса юлĕç. «Мана пăрахса каякансем тусан çинче çырăнса юлĕç, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçана, чĕрĕлĕх Çăлкуçне, пăрахрĕç».
(14) Эй Çÿлхуçа, сыватсам мана — эпĕ сывалăп; çăлсам мана — эпĕ çăлăнăп; эпĕ Сана мухтатăп!
(15) Акă вĕсем мана: «ăçта-ха Çÿлхуçа сăмахĕ? ĕнтĕ пурăнăçлантăр вăл!» тееççĕ.
(16) Эпĕ Санăн кĕтÿçÿ пулма васкамарăм, хĕн-хур кунĕ сунмарăм — Эсĕ çавна пĕлсе тăратăн; чĕлхем калакан сăмах — яланах Санăн умăнта.
(17) Маншăн хăрушă ан пул, Эсĕ — хĕн-асап кунĕнче тарса хăтăлмалли хÿтлĕхĕм.
(18) Мана хĕсĕрлекенсем намăсланччăр, эпĕ вара намăс курам мар; вĕсем чĕтресе тăччăр, эпĕ чĕтрем мар; вĕсем çине инкек кунĕ яр та вĕсене пĕтермеллипех пĕтер.
(19) Çÿлхуçа мана çапла каларĕ: тĕп хапха патне кай — вăл хапхаран Иудея патшисем кĕрсе-тухса çÿреççĕ, Иерусалимăн пур хапхи патне те кай,
(20) вĕсене çапла кала: Иудея патшисем, мĕнпур Иудея, Иерусалимра пурăнакансем, çак хапха витĕр кĕрсе-тухса çÿрекенсем, пурте Çÿлхуçа сăмахне итлĕр, те.
(21) Çÿлхуçа çапла калать: чĕрĕ юлас тесессĕн, шăматкун çĕклем йăтса ан çÿрĕр, Иерусалим хапхисем витĕр йăтса ан кĕрĕр,
(22) шăматкун хăвăр çуртăртан çĕклем йăтса ан тухăр, шăматкун нимĕнле ĕç те ан тăвăр, шăматкуна Эпĕ сирĕн аçăрсене хушнă пек тасалăх тивлечĕ кÿрсе тăрăр,
(23) анчах аçăрсем итлемерĕç, мĕн каланине хăлхине чикмерĕç, чурăс пулчĕç. Вĕсем итлемерĕç, ÿкĕтленине йышăнмарĕç.
(24) Эхер те эсир Эпĕ сире шăматкун çак хула хапхисем витĕр çĕклем йăтса ан çÿрĕр, шăматкуна уяса нимĕнле ĕç те ан тăвăр тенине итлесессĕн, тет Çÿлхуçа,
(25) çак хула хапхисем витĕр Давидăн аслă пуканĕ çинче ларакан патшасем тата улпутсем тухса çÿрĕç; патшасемпе вĕсен улпучĕсем çар урапи çине ларса е ут утланса тухса çÿрĕç, Иудейăпа Иерусалим çыннисем те тухса çÿрĕç, çак хула вара ĕмĕр-ĕмĕрех пурăнĕ.
(26) Кунта вара Иудея хулисенчен те, Иерусалим таврашĕнчен те, Вениамин çĕрĕнчен те, тÿрем вырăнсенчен те, тусем çинчен те, кăнтăртан та килсе çÿрĕç, Çÿлхуçа Çуртне пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнесемпе ытти парнесем, тырă-пулă парни, ливан тата тав парни илсе килĕç.
(27) Эхер те эсир Эпĕ сире «шăматкуна уяса тăрăр, шăматкун Иерусалим хапхисем витĕр кĕрсе çĕклем йăтса ан çÿрĕр» тенине итлемесессĕн, унăн хапхисенче вут-çулăм чĕртсе ярăп та, вăл Иерусалим керменĕсене çунтарса ярĕ, пĕр сÿнмесĕр çунĕ.

18

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Акă Иеремийăна Çÿлхуçаран пулнă сăмах:
(2) эсĕ чÿлмекçĕ çуртне ан, Эпĕ сана унта Хамăн сăмахăмсене каласа пĕлтерĕп.
(3) Эпĕ чÿлмекçĕ патне антăм, вăл çавăрмипе ĕçлетчĕ.
(4) Чÿлмекçĕ тăвакан тăм сăват ун аллинчех саланса кайрĕ; вăл вара унран урăх савăт — хăй тăвас тенĕскерне — турĕ.
(5) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(6) Эпĕ те сире, Израиль килĕ, çак чÿлмекçĕ тунă пекех тăваймастăп-и? тет Çÿлхуçа. Израиль килĕ, эсир те Ман аллăмра — çак чÿлмекçĕ аллинчи тăм пекех.
(7) Хăш чухне Эпĕ мĕнле те пулин халăх е патшалăх çинчен «кăклатăп, хĕн кăтартатăп, пĕтеретĕп ăна» тетĕп,
(8) анчах çакна илтнĕ халăх хăйĕн усал ĕçĕсенчен хăпсассăн, Эпĕ шухăшăма улăштаратăп: ăна усал тăвас тенине пăрахăçлатăп.
(9) Хăш чухне вара мĕнле те пулин халăх е патшалăх çинчен «ăна йĕркелесе, тĕреклентерсе ярăп» тесессĕн,
(10) анчах вăл Ман умăмра усал ĕç тăвать пулсассăн е Ман сăмахăма итлемесессĕн, Эпĕ шухăшăма улăштаратăп: ăна ырăлăх тăвас тенине пăрахăçлатăп.
(11) Ĕнтĕ Иуда арĕсене, Иерусалим çыннисене пĕлтер: Çÿлхуçа çапла калать, те: Эпĕ сирĕн валли хĕн-асап хатĕрлетĕп, сире хирĕç тăма шухăшлатăп; апла кашнийĕ хăйĕн усал çулĕнчен пăрăнтăр; хăвăр çулăрсене, хăвăр ĕçĕрсене тÿрлетĕр.
(12) Анчах вĕсем: «мĕнех вара? эпир хамăр шутланă пек пурăнăпăр, кашнийĕ хăйĕн усал чĕри чурăслăхĕ хушнине тăвĕ» теççĕ.
(13) Çавăнпа Çÿлхуçа çапла калать: халăхсенчен ыйтăр-ха, кам та пулин çакăн пеккине илтнĕ-и? Израиль хĕрĕ ытла киревсĕр ĕçсем туса тултарчĕ.
(14) Ливанри ту хысакĕ çинче юр ирĕлет-и, ту çинчен юхакан сивĕ шывсем типеççĕ-и?
(15) Ман халăхăм вара Мана астумасть; вĕсем ăçтиçуксене тĕтĕреççĕ, хăйсен çулне — авалхи çула — çухатрĕç те халĕ тумхахлă çул-йĕрпе çÿреççĕ,
(16) ĕнтĕ хăйсен çĕрне сехре хăппи, тĕнче кулли турĕç, çавăнтан иртсе çÿрекенĕ кирек кам та шалт тĕлĕнсе пуçне пăркалĕ.
(17) Тăшман умĕнче вĕсене тухăç çилĕ вĕçтернĕ пек салатса пĕтерĕп; вĕсенĕн хĕн-асаплă кунĕнче вĕсем енне питĕмпе мар, çурăмпа çавăрăнса тăрăп.
(18) Вĕсем каларĕç: «килĕр, Иеремийăна хирĕç кавар тăвăпăр — священник вĕрентни те, ăсчах канашĕ те, пророк сăмахĕ те çухалман-ха; килĕр, ăна чĕлхепе çапса хуçăпăр, унăн пĕр сăмахне те итлемĕпĕр» терĕç.
(19) Эй Çÿлхуçа, тăнласамччĕ мана, тăшманăмсем мĕн каланине илтсемччĕ.
(20) Ырă тунăшăн усалпа тавăрмалла-и? вĕсем вара манăн чунăм валли шăтăк алтаççĕ. Асна илсемччĕ: эпĕ Санăн умăнта тăрса вĕсем валли ырăлăх ыйтрăм, вĕсенчен Санăн çиллÿне сирсе ярасшăн пултăм.
(21) Ĕнтĕ вĕсен ывăлĕсене выçлăх аллине пар, вĕсене хĕç айне ту; вĕсен арăмĕсем ачасăр, тăлăх юлччăр, вĕсен упăшкисем вилсе пĕтчĕр, яш ачисем вăрçăра хĕçрен тĕп пулччăр.
(22) Эсĕ вĕсем çине кĕтмен çĕртен çарсем илсе килнĕ чухне вĕсен çурчĕсенчен кăшкăрса йĕни илтĕнсе тăтăр, мĕншĕн тесессĕн вĕсем мана ярса тытасшăн шăтăк алтса хучĕç, манăн ура валли вăрттăн таната лартса тухрĕç.
(23) Эсĕ, Çÿлхуçамăм, вĕсенĕн мана вĕлересшĕн тăвакан кашни каварне пĕлсе тăратăн; вĕсенĕн тÿрĕ мар ĕçĕсене ан каçар, Хăвăн умăнти çылăхĕсене ан пăрахăçла; вĕсем Сан умăнта çĕре ÿкчĕр — Хăвăн çиллÿ килнĕ чухне вĕсене çапла ту.

19

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Çÿлхуçа çапла каларĕ: кай та чÿлмекçĕрен тăм кăкшăм туян; хăвпа пĕрле халăх хушшинчен тата священниксем хушшинчен чи аслисене ил,
(2) Чÿлмек хапхи патĕнчи Енном ывăлĕсен айлăмне тух та Эпĕ хăвна каласа тăракан сăмахсене пĕлтерсе
(3) кала: Иудея патшисемпе Иерусалим çыннисем, Çÿлхуçа сăмахне итлĕр! Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать, те: акă Эпĕ çак вырăна хĕнхур ярăп та, ун çинчен илтекенĕн хăлхи янăраса кайĕ,
(4) Мана пăрахнăшăн, çак вырăна ирсĕрлетнĕшĕн, унта хăйсем те, вĕсенĕн ашшĕсем те, Иудея патшисем те пĕлмен ют турăсене тĕтĕрнĕшĕн, çак вырăна айăпсăррисен юнĕ ăшне путарнăшăн
(5) тата хăйсен ывăлĕсене пĕтĕмĕшпе çунтарса Ваала парне кÿмешкĕн Ваал тÿпемĕсем тунăшăн,— çакăн пек тума Эпĕ хушман та, каламан та, ку Манăн шухăшăмра та пулман,—
(6) шăпах çавăншăн, тет Çÿлхуçа, çак çĕр малашне Тофет ятлă мар, Енном ывăлĕсен айлăмĕ ятлă мар, Вилĕм айлăмĕ ятлă пулас кунсем çитеççĕ.
(7) Çак вырăнта Иудăпа Иерусалим тытнă шухăша аркатса тăкăп, вĕсене тăшманĕсем умĕнче хĕçпе тата вĕсен чунне шыракансенĕн аллипе тĕп тăвăп, вĕсен виллисене вĕçен кайăксемпе çĕр çинчи тискер кайăксене парăп.
(8) Çак хулана вара сехре хăппи, тĕнче кулли туса хăварăп; ун витĕр иртен-çÿрен кирек кам та унăн суранĕсене курса шалт тĕлĕннипе шăхăрса ярĕ.
(9) Вĕсене хăйсенĕн ывăлĕсемпе хĕрĕсен ÿтне çимелле тăвăп; вĕсене тăшманĕсем тата вĕсен чунне шыракансем хĕстерсе çитерсессĕн, хупăрласа илнĕ вырăнта кашнийĕ хăйĕн çывăх çыннин ÿтне çийĕ.
(10) Санпа пĕрле пынă çынсен куçĕ умĕнче кăкшăма çапса çĕмĕр те
(11) кала вĕсене: Саваоф Çÿлхуçа çапла калать, те: çак халăха, çак хулана Эпĕ чÿлмекçĕ савăчĕ юсамалла мар çĕмĕрĕлнĕ пек çĕмĕрсе тăкăп та, вĕсене, пытарма вырăн çитменрен, Тофетрах пытарĕç.
(12) Çак вырăна та, унта пурăнакансене те Эпĕ çавăн пек тăвăп, тет Çÿлхуçа, çак хулана Тофет евĕрлĕ туса хăварăп.
(13) Иерусалим çурчĕсем те, Иудея патшисен çурчĕсем те Тофет вырăнĕ пекех ирсĕрленĕç, мĕншĕн тесессĕн мĕнпур çурт тăрринче çÿлти çара тĕтĕреççĕ, ют турăсене эрех кÿреççĕ.
(14) Иеремия вара Çÿлхуçа хăйне пророкла ĕçсем тума янă Тофетран килнĕ те Турă Çурчĕн картишне пырса тăрса пĕтĕм халăха каланă:
(15) Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: акă Эпĕ çак хула çине, унăн пур хули çине Хам каласа хунă пĕтĕм хĕн-хура яратăп, мĕншĕн тесессĕн вĕсем чурăс, вĕсем Манăн сăмахăма итлемеççĕ.

20

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Пасхор священник — Еммер ывăлĕ, Турă Çуртĕнче пăхса тăраканĕ — Иеремия çапла пророкла каланине илтнĕ,
(2) Пасхор вара Иеремия пророка хĕнесе пĕтернĕ те унтан ăна Турă Çурчĕ çывăхĕнчи Вениаминсен çÿлти хапхи умне каска тăлăпа тăлласа лартнă.
(3) Тепĕр кунне Пасхор Иеремийăна каска тăлăран хăтарнă. Иеремия каланă ăна: Çÿлхуçа сана «Пасхор» {йĕри-тавра тăнăçлăх} тесе мар, «Магор Миссавив» {йĕри-тавра сехĕрленÿ} тесе ят пачĕ, тенĕ.
(4) Мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа çапла калать: кĕçех Эпĕ сана хăвна та, санăн тусусене те сехĕрлентерсе ÿкерĕп, вĕсем санăн куçу умĕнчех хăйсен тăшманĕсен хĕçĕнчен вилсе пĕтĕç. Мĕнпур Иудăна Вавилон патшийĕн аллине парăп: хăшĕсене вăл Вавилона хăваласа кайĕ, хăшĕсене хĕçпе тураса тăкĕ.
(5) Çак хулан мĕнпур пуянлăхне, мĕнпур пурлăхне, унăн мĕнпур хаклă йышши япалине, Иудея патшисен пĕтĕм мулне — йăлтах тăшманĕсен аллине парăп, вĕсене çаратса-тустарса пĕтерĕç те Вавилона ăсатĕç.
(6) Пасхор, эсĕ хăв та, сан çуртунта пурăнакан пур çын та тыткăна каятăр; Вавилона çитсе çавăнта вилĕн, сана хăвна та, эсĕ суя пророкла вĕрентсе çÿренĕ тусусене те çавăнтах пытарĕç.
(7) Эй Çÿлхуçамăм, Эсĕ мана улталарăн, эпĕ улталантăм; Эсĕ манран хăватлăрах та — çĕнтертĕн; кулленех манран çын кулать, пĕри те пĕри мана мăшкăллать.
(8) Калама пуçлатăп çеç — «çаратаççĕ, пусмăрлаççĕ!» тесе кăшкăратăп. Ĕнтĕ Çÿлхуçа сăмахĕшĕн кулленех хама хăртнине, хамран кулнине тÿсетĕп.
(9) Вара çапла шухăшларăм: «текех Ун çинчен аса илтермĕп, текех Унăн ячĕпе калаçмăп»; анчах чĕремре вут тĕлкĕшет пек, шăммăмсем тăрăх çулăм чупать пек, чарас тесе тăрăшрăм, халтан кайрăм — тытса чараймарăм.
(10) Халăх хушшинчи сăмах-юмаха илтрĕм: пур енчен те сехĕрлентереççĕ; «пĕлтерĕр — эпир евитлĕпĕр» теççĕ вĕсем. Манпа килĕштерсе пурăннисемех эпĕ такăнасса сыхласа тăраççĕ: «тен, çакланĕ вăл, вара ăна çĕнтерĕпĕр, ăна тавăрăпăр» тееççĕ.
(11) Анчах манпа пĕрле — паттăр çар çынни пек тăракан Çÿлхуçа; çавăнпа мана хĕсĕрлекенсем такăнĕç, мана çĕнтереймĕç; пысăк намăс курĕç, мĕншĕн тесессĕн ăссăрла хăтланчĕç; вĕсене нихăçан та манăçми ĕмĕрлĕх намăс çитĕ.
(12) Эй çÿлти çарсенĕн Çÿлхуçи! Эсĕ тÿрĕ çынна сăнатăн, унăн ăшчикĕпе чĕрине курса тăратăн. Эсĕ вĕсене тавăрнине курăпинччĕ: ĕнтĕ хамăн тавăçа Сана шанса патăм.
(13) Çÿлхуçана мухтаса юрлăр, Çÿлхуçана мухтавлăр: Вăл мĕскĕнĕн чунне усал çынсен аллинчен хăтарать.
(14) Эпĕ çуралнă кун ылханлă пултăр! аннем çуратнă кунăм пиллĕхсĕр юлтăр!
(15) Аттеме хыпар илсе килнĕ, ăна: «санăн ывăл çуралчĕ» тесе тем пекех савăнтарнă çын ылханлă пултăр.
(16) – (17) Çÿлхуçа аркатса тăкнă, хĕрхенсе тăман хуласене мĕн пулнă, çав çынна та çавăн пекех пултăр; аннене манăн тупăкăм туса, унăн варне ĕмĕрлĕхе пĕтĕ хăварса мана варта чухнех вĕлерменшĕн çав çын ирсерен йĕрсе йăлăннине, кăнтăрла вара уласа йĕнине илтсе тăтăр.
(18) Мĕншĕн вартан тухнă-ха эпĕ — ĕçпе хĕн-асап курма-и, кунăмсене чыссăр вĕçлеме-и?

21

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Седекия патша Молхий ывăлне Пасхора тата Маасея священникăн ывăлне Софонийăна Иеремия патне ярса, ăна: «Çÿлхуçана пирĕншĕн тархасла-ха, Вавилон патши Навуходоносор пире хирĕç çапăçать; тен, Çÿлхуçа пĕр-пĕр кĕтретне туса кăтартĕ те, Навуходоносор пирĕн патăртан хăпса кайĕ» тесе калама хушнă хыççăн Иеремийăна Çÿлхуçаран пулнă сăмах çакă.
(3) Иеремия вĕсене каланă: Седекияна çапла калăр:
(4) Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать, тейĕр: акă Эпĕ сирĕн аллăрти çар хатĕрне, — хăвăра хула тулашĕнче хупăрласа илнĕ Вавилон патшипе халдейсене хирĕç çапăçма пулăшакан кăрала,— каялла çавăрса ярăп та çак хула варринче пĕр çĕре пуçтарăп;
(5) сире хирĕç Хам çапăçăп — тĕреклĕ аллăмпа, хăватлă вăйăмпа, çилленсе, хаярланса, хăрушла тарăхса çапăçăп;
(6) çак хулара пурăнакансене — çыннине те, выльăх-чĕрлĕхне те — пĕтерсе тăкăп; вĕсем мур чирĕпе вилсе пĕтĕç.
(7) Çавăн хыççăн вара, тет Çÿлхуçа, Иудея патшине Седекияна, унăн тарçисене, халăха, мур чирĕнчен, хĕçпе выçлăхран хăтăлса юлнă халăха Вавилон патши Навуходоносор аллине, тăшманĕсен аллине, вĕсен чунне шыракансен аллине, тытса парăп; вăл вĕсене хĕç çивĕчĕшĕпе пĕтерсе тăкĕ, хĕрхенмĕ те, шеллемĕ те, каçармĕ те.
(8) Халăха та кала: Çÿлхуçа çапла калать, те: Эпĕ сире пурăнăç çулĕпе вилĕм çулĕ сĕнетĕп:
(9) çак хулара юлакансем хĕçпе, выçăпа, мур чирĕпе вилсе пĕтĕç; хуларан тухса халдейсене, хăвăра хупăрласа тăракансене, парăннисем вара сывă юлĕç, пурăнăçĕ тупăш вырăнне пулĕ те вĕсене:
(10) Эпĕ çак хула енне ырă тума мар, усал тума çаврăнса тăтăм, тет Çÿлхуçа, хула Вавилон патшийĕн аллине лекĕ, лешĕ вара ăна вут-çулăмпа çунтарса ярĕ.
(11) Иудея патшийĕн килне те кала: Çÿлхуçа сăмахне итлĕр, те:
(12) Давид килĕ! Çÿлхуçа çапла калать: Манăн çиллĕм вут-çулăм пек тапса ан тухтăр тесессĕн, сирĕн усал ĕçĕрсемшĕн никам сÿнтерейми хыпса ан çунтăр тесессĕн, ир-ирех сут тăвăр та çаратнă çынна хĕсĕрлевçĕ аллинчен хăтарăр.
(13) Айлăмра пурăнакан хĕр, тÿремлĕхĕн чул хысакĕ, акă Эпĕ — сана хирĕç! тет Çÿлхуçа, сире — «пире хирĕç кам кайĕ, пирĕн çуртсене кам кĕрĕ?» текенсене — хирĕç.
(14) Эпĕ сире хăвăр ĕçĕрсене кура хаса парăп, тет Çÿлхуçа. Сирĕн вăрманăрта вут-çулăм чĕртĕп те — вăл пĕтĕм тавралăха хыпса çăтĕ.

22

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Çÿлхуçа çапла каларĕ: Иудея патшийĕн керменне кай та унта çак сăмаха кала:
(2) Давидăн аслă пуканĕ çинче ларакан Иудея патши, эсĕ хăв та, санăн тарçусем те, çак хапха витĕр кĕрсе çÿрекен халăху та Çÿлхуçа сăмахне итлесе пĕтерĕр, те.
(3) Çÿлхуçа çапла калать: тÿрĕ сут тăвăр, тÿррине тăвăр, çаратнă çынна хĕсĕрлевçĕ аллинчен хăтарăр, ютран килнине, тăлăха, тăлăх арăма ан кÿрентерĕр, ан хĕсĕрлĕр, çак вырăнта айăпсăр юн ан тăкăр.
(4) Эсир çак сăмаха туса тăрсассăн, çак кермен хапхи витĕр Давидăн аслă пуканĕ çинче ларакан, çар урапипе тата ут утланса çÿрекен патшасем хăйсем те, вĕсен тарçисем те, вĕсен халăхĕ те кĕрсе çÿрĕç.
(5) Эхер те çак сăмаха итлемесессĕн вара, Хампа тупа тăватăп, тет Çÿлхуçа, çак кермен ишĕлчĕк купи пулĕ.
(6) Мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Иудея патшийĕн керменĕ çинчен çапла калать: эсĕ Маншăн — Галаад пекех, Ливан тăрри пекех; анчах Эпĕ сана пушхир, хулусене никам пурăнман вырăн тăватăп,
(7) сана хирĕç тăма пĕтермĕшсем хатĕрлерĕм, кашнийĕ хăйĕн кăралĕпе пулĕ, вĕсем санăн чи лайăх кедр йывăççисене касса тухĕç те вута пăрахĕç.
(8) Çак хула витĕр тĕрлĕ халăх иртсе çÿрĕ, çыннисем пĕрне-пĕри çапла калĕç: «Çÿлхуçа çак аслă хулана мĕншĕн çапла туса хăварнă-ши?» тейĕç.
(9) Вара çапла хуравлĕç: «хăйсен Çÿлхуçа Турри хывнă халала пăснăшăн, урăх турăсене пуççапса-пăхăнса пурăннăшăн çапла тунă вĕсене» тейĕç.
(10) Вилнишĕн ан йĕрĕр, ăна ан хĕрхенĕр; тыткăна каяканшăн йĕрĕр, хурланса йĕрĕр: вăл ĕнтĕ каялла таврăнаймĕ, тăван çĕршывне кураймĕ.
(11) Иудея патши Иосия ывăлĕ Саллум çинчен — хăйĕн ашшĕ Иосия хыççăн патшара ларнă, кунтан кайнă Саллум çинчен — Çÿлхуçа çапла калать: вăл ĕнтĕ кунта таврăнаймĕ,
(12) вăл хăйне тыткăна илсе кайнă çĕртех вилĕ, çак çĕре урăх кураймĕ, тет.
(13) Хăйĕн çуртне ултавпа, çÿлти пÿлĕмĕсене саккуна пăсса тăвакана, çывăх çыннисене ахаль, пĕр тÿлемесĕр ĕçлеттерекене хуйхă çитĕ!
(14) Вăл çапла калать: «хам валли пысăк çурт лартăп, çÿлти пÿлĕмĕсене те анлă тăвăп» — ĕнтĕ кантăк касать, кедр йывăççипе сăрса тухать те хĕрлĕ сăрăпа сăрлать.
(15) Ара, кедрпа каппайланма патша пуласшăн-и эсĕ? Санăн аçу çиетчĕ те, ĕçетчĕ те, анчах вăл тÿрĕ сут тăватчĕ, тÿррине тăватчĕ, ăна çавăнпа лайăхчĕ.
(16) Вăл мĕскĕнсемпе чухăнсен ĕçĕсене пăхса тухатчĕ, ăна çавăнпа лайăхчĕ. Мана пĕлни çакă мар-и-ха? тет Çÿлхуçа.
(17) Анчах санăн куçу та, чĕрÿ те тупăш тăвасси енне çеç, айăпсăр юн юхтарасси, хĕсĕрлесси те пусмăрласси енне çеç сулăннă.
(18) Çавăнпа Çÿлхуçа Иоаким çинчен — Иудея патши, Иосия ывăлĕ çинчен — çапла калать: уншăн: «ах, пиччеçĕм! ах, аппаçăм!» тесе хÿхлемĕç. Уншăн: «ах, хуçамăр! ах, унăн чапĕ!» тесе хÿхлемĕç.
(19) Ăна ашака пытарнă пек пытарĕç: сĕтĕрсе тухĕç те Иерусалим хапхинчен аякка кайса пăрахĕç.
(20) Пыр, Ливан çинче ĕсĕкле, Васан çинче макăр, Аварим çинче кăшкăр — ĕнтĕ санăн тусусене пурне те пĕтерсе тăкнă.
(21) Эпĕ сана ху тăнăç пурăннă чухне каларăм, анчах эсĕ: «итлеместĕп» терĕн. Эсĕ хăвна çамрăклах çапла тыткаларăн, Ман сăмахăма итлемерĕн.
(22) Санăн мĕнпур кĕтÿçне çил вĕçтерсе кайĕ, тусусем тыткăна лекĕç; ун чухне эсĕ пĕтĕм усал ĕçÿсемшĕн намăса юлăн, мăшкăл курăн.
(23) Ливан çинче пурăнаканскер, кедр çинче йăва çавăраканскер! çуратакан арăм асап курнă пек асапа лексессĕн, эсĕ еплерех мĕскĕне тăрса юлăн!
(24) Эпĕ пур, терĕ Çÿлхуçа, Иудея патши Иехония — Иоаким ывăлĕ — Манăн сылтăм аллăмри куçлă çĕрĕ пулас пулсассăн та, Эпĕ сана унтан та кăларса пăрахăп,
(25) сана хăвăн чунна шыракансенĕн аллине, ху хăракан çынсенĕн аллине, Вавилон патшийĕн Навуходоносорăн тата халдейсен аллине парăп,
(26) сана та, сана çуратнă аннÿне те хăвăр çуралман ют çĕршыва кăларса ывăтăп, эсир унта вилсе пĕтетĕр;
(27) ĕнтĕ çак çĕр çине, пĕтĕм чунĕчĕрипе ăнтăлакан çĕр çине, вĕсем каялла таврăнаймĕç.
(28) Çапла калаççĕ: «çак çын — Иехония — хисепрен тухнă йĕрĕнчĕк çын-шим вара? е вăл никама та кирлĕ мар савăт-ши? мĕншĕн-ха ăна, унăн кил-йышне кăларса ывăтнă, хăйсем пĕлмен çĕршыва хăваласа янă?» теççĕ.
(29) Эй çĕрĕм, çĕрĕм, çĕрĕм! итле Çÿлхуçа сăмахне.
(30) Çÿлхуçа çапла калать: çак çын çинчен «вăл ачасăр çын» тесе çырса хурăр, вăл ĕмĕрĕпех телейсĕр пулĕ: ĕнтĕ унăн йăхĕнчен тухнă пĕр çын та Давидăн аслă пуканĕ çинче лараймĕ, Иудея патши пулаймĕ.

23

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Манăн кĕтÿри сурăхсене пĕтерекен, вĕсене салатса яракан кĕтÿçĕсене хуйхă çитĕ! тет Çÿлхуçа.
(2) Çавăнпа та Манăн халăхăма кĕтекен кĕтÿçĕсене Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: эсир Манăн сурăхăмсене сапаласа пĕтертĕр, вĕсене салатса ятăр, вĕсене пăхмарăр; халĕ усал ĕçĕрсемшĕн Эпĕ сире хаса паратăп, тет Çÿлхуçа.
(3) Кĕтĕвĕм йăлкăмне Хам хăваласа янă мĕнпур çĕршывран пуçтарăп та хăйсен картине тавăрăп; вĕсем ĕрчесе, хунаса кайĕç.
(4) Вĕсене кĕтме кĕтÿçĕсем лартăп, вĕсем текех хăрамĕç те, шикленмĕç те, çухалмĕç те, тет Çÿлхуçа.
(5) Акă вăхăт çывăхарса килет, тет Çÿлхуçа, Эпĕ Давидăн сăваплă Хунавне çĕклентерĕп те, Вăл Патша пулĕ, пурне те ăспа туса пырĕ, çĕр çинче тÿрĕ сут туса тăрĕ, тĕрĕссине тăвĕ.
(6) Ун вăхăтĕнче Иуда çăлăнĕ, Израиль шанчăклă пурăнĕ; акă Ăна чĕнмелли ят: «Пире тÿрре кăларакан Çÿлхуçа!»
(7) Ĕнтĕ «Израиль ывăлĕсене Египет çĕрĕнчен илсе тухнă Çÿлхуçа чĕрĕ» тесе калама чарăнас кунсем çитсе пыраççĕ, тет Çÿлхуçа.
(8) Ун чухне урăхла калĕç: «Израиль килĕн йăхне Хăй хăваласа янă çурçĕр çĕрĕнчен, ытти мĕнпур çĕрсенчен каялла илсе килнĕ Çÿлхуçа чĕрĕ» тейĕç, ĕнтĕ вĕсем хăйсен çĕрĕ çинче пурăнĕç.
(9) Пророксем çинчен. Ăшăмра чĕрем çурăлса тухать, пĕтĕм шăммăм-шаккăм чĕтрет; Çÿлхуçа умĕнче, Унăн сăваплă сăмахне пула эпĕ ÿсĕрĕлнĕ çын пек, эрехпе ÿсĕрĕлнĕ çын пек пулса тăтăм.
(10) Çĕр аскăн çынсемпе тулса ларнă, ылханлă çĕр ĕсĕклет; çеçенхирти кĕтÿлĕхсем типсе ларчĕç, вĕсен тĕллевĕ вара — усаллăх, вĕсен вăйĕ — тÿрĕ мар ĕç,
(11) пророк та, священник та ирсĕрленнĕ; Хамăн Çуртăмра та Эпĕ вĕсен ирсĕр ĕçĕсене тупрăм, тет Çÿлхуçа.
(12) Çавăншăн вĕсен çулĕ тĕттĕмри шуçлак вырăн пек пулĕ: вĕсене тĕксе ярĕç те — вĕсем унта ÿксе пĕтĕç, мĕншĕн тесессĕн Хам пырса пăхнă çулхине Эпĕ вĕсем çине хĕн-хур ярăп, тет Çÿлхуçа.
(13) Самари пророкĕсенче те Эпĕ ăссăрлăх куртăм; вĕсем Ваал ячĕпе пророкла вĕрентсе çÿрерĕç — Манăн халăхăма, Израиле, илĕртсе улталарĕç.
(14) Анчах Иерусалим пророкĕсенче тата хăрушăраххине куратăп: вĕсем асăхаççĕ, улталаса пурăнаççĕ, никам та хăйĕн ирсĕрлĕхне пăрахмасть; Ман умăмра вĕсем пурте — Содом пек, Унта пурăнакансем — Гоморра пек.
(15) Çавăнпа Саваоф Çÿлхуçа пророксем çинчен çапла калать: Эпĕ вĕсене армути çитерĕп, ват хутăштарнă шыв ĕçтерĕп: ĕнтĕ Иерусалим пророкĕсене пула çĕр ирсĕрленчĕ.
(16) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: хăвăра пророкла вĕрентсе çÿрекен пророксен сăмахĕсене ан итлĕр: вĕсем сире улталаççĕ, вĕсем Çÿлхуçа сăмахне мар, чĕри мĕн ĕмĕтленнине каласа çÿреççĕ.
(17) Вĕсем Мана тиркекенсене пĕрехмай: «Çÿлхуçа каларĕ: сире тăнăçлăх пулĕ» теççĕ. Хăйĕн чĕри чурăслăхĕпе пурăнакан кашни çынна вĕсем: «сире инкек тивмĕ» тееççĕ.
(18) Çÿлхуçа канашĕнче кам пулнă, кам курнă, кам илтнĕ Унăн сăмахне? Кам тăнланă та илтнĕ Унăн сăмахне?
(19) Акă Çÿлхуçа çил-тăвăлĕ хаяррăн килет, кăра çил-тăвăл — вăл усал çынсен пуçне çитсе çапĕ.
(20) Хăй мĕн тăвас тенине тумасăр, çавна пĕтĕмпе туса çитермесĕр Çÿлхуçа çилли иртсе каймĕ; çитес кунсенче эсир çакна лайăх ăнланса илетĕр.
(21) Çак пророксене Эпĕ яман, вĕсем хăйсем чупса килчĕç; Эпĕ вĕсене каламан, вĕсем хăйсем пророкла калаçрĕç.
(22) Вĕсем, Манăн канашăмра тăнă пулсассăн, Манăн халăхăма Эпĕ каланине пĕлтерсе вĕсене усал çулĕсенчен, усал ĕçĕсенчен пăрнă пулĕччĕç.
(23) Эпĕ çывăхра çеç Турă-и? тет Çÿлхуçа. Аякра та Турă мар-и?
(24) Этем Эпĕ курма пултарайман вăрттăн вырăна пытанаять-и? тет Çÿлхуçа. Эпĕ тÿпене те, çĕре те тултарса тăмастăп-и вара? тет Çÿлхуçа.
(25) Эпĕ Ман ятăмпа суя суйса çÿрекен пророксем мĕн каланине илтрĕм. Вĕсем: «эпĕ тĕлĕкре куртăм, эпĕ тĕлĕкре куртăм» теççĕ.
(26) Суя вĕрентсе, хăйсен чĕри ултавне пророкла вĕрентсе çÿрекен пророксен чĕринче вăрахчен пулĕ-ши çакă?
(27) Вĕсен ашшĕсем Ваала пула Ман ятăма манса кайнă пек, хăйсен тĕлĕкĕсене пĕр-пĕрне каласа парса Хамăн халăхăм Ман ятăма манса кайтăр теççĕ-ши вĕсем?
(28) Тĕлĕк курнă пророк хăйĕн тĕлĕкне тĕлĕк пекех каласа патăр; Ман сăмахăма илтекенĕ вара Ман сăмахăма тĕрĕс калатăр. Хывăхпа таса тырă хушшинче пĕр пекки мĕн пултăр-ха? тет Çÿлхуçа.
(29) Манăн сăмахăм вут-çулăм пек мар-и, тет Çÿлхуçа, чул тăва çапса салатакан çапкăч пек мар-и?
(30) Çавăнпа Эпĕ, тет Çÿлхуçа, Ман сăмахăмсене пĕр-пĕринчен вăрлакан пророксене хирĕç тăратăп, тет Çÿлхуçа.
(31) Пушă сăмах çаптаракан, çавах «Вăл каларĕ» теекен пророксене хирĕç тăратăп.
(32) Эпĕ яман, Эпĕ хушман пулин те, хăйсен суя тĕлĕкĕсене каласа паракан, Манăн халăхăма улталаса-илĕртсе çÿрекен, хăйсен халăхне нимĕнле усă та кÿмен пророксене хирĕç тăратăп, тет Çÿлхуçа.
(33) Çак халăх е пророк, е священник санран: «Çÿлхуçа мĕнле хыпар, мĕнле йывăрлăх ячĕ-ха?» тесе ыйтсассăн, кала вĕсене, Çÿлхуçа çапла калать, те: «мĕнле йывăрлăх-и? эсир хăвăр йывăрлăх, Эпĕ сире сирпĕтсе антарăп».
(34) Эхер те пророк е священник, е халăх: «Çÿлхуçа янă йывăрлăх» тесессĕн, Эпĕ çав çынна, унăн килне хĕн кăтартăп.
(35) Пĕр-пĕрне е тăван тăвана: «Çÿлхуçа мĕн хуравларĕ?» е «Çÿлхуçа мĕн каларĕ?» тейĕр,
(36) «Çÿлхуçа янă йывăрлăх» текен сăмахсене вара малашне ан калăр: çавнашкал çыншăн хăйĕн сăмахĕ йывăрлăх пулса тăрĕ, мĕншĕн тесессĕн эсир чĕрĕ Турă сăмахне, Саваоф Çÿлхуçа Туррăмăр сăмахне, пăсатăр.
(37) Пророка çапла кала: «Çÿлхуçа сана мĕн хуравларĕ?» е «Çÿлхуçа мĕн каларĕ?» те.
(38) Эхер те эсир каллех: «Çÿлхуçа янă йывăрлăх» тетĕр пулсассăн, Çÿлхуçа çапла калать: Эпĕ хыпар ярса: «Çÿлхуçа янă йывăрлăх тесе ан калăр» тенĕ пулин те, эсир çак сăмаха — «Çÿлхуçа янă йывăрлăх» тенине — калатăр пулсассăн,
(39) çакăншăн акă Эпĕ сире йăлтах манса кайăп та сире пăрахăп, сире хăвăра тата сирĕн аçăрсене панă çак хулана та Хамăн умăмран сирĕп,
(40) сире ĕмĕрлĕх мăшкăлпа, нихăçан манăçми ĕмĕрлĕх намăспа витĕп.

24

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Навуходоносор, Вавилон патши, Иехонияна — Иоаким ывăлне, Иудея патшине — тата Иудея улпучĕсене, алăстисене, тимĕрçĕсене Иерусалимран Вавилона тыткăна хăваласа кайнă хыççăн Çÿлхуçа мана çапла кăтартрĕ: акă Турă Çурчĕ умне икĕ пурак смоква çырли лартнă:
(2) пĕр пуракĕнче — питех те паха çырла, ир пиçекен çырла çапла пулать; тепĕр пуракĕнче — питех те япăх çырла, вăл çиме юрăхсăр.
(3) Çÿлхуçа мана: Иеремия, мĕн куратăн эсĕ? терĕ. Эпĕ каларăм: çырла, лайăххи — питĕ лайăх, япăххи — питĕ япăх, вăл çиме юрăхсăр, мĕншĕн тесессĕн ытла та лайăх мар, терĕм.
(4) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:
(5) Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: Иудейăран куçса кайнисем, çак вырăнтан Халдея çĕрне Эпĕ Хам куçарнă çынсем, Маншăн çак лайăх çырла пек лайăх пулĕç;
(6) вĕсене ырăлăх парса, Эпĕ вĕсен енне çаврăнса пăхăп, вĕсене çак çĕр çине каялла илсе килĕп, вĕсене тĕреклĕлетĕп — пĕтермĕп, вырăнаçтарса лартăп — кăкламăп;
(7) Эпĕ вĕсене Çÿлхуçана пĕлме пултаракан чĕре парăп, вĕсем вара Манăн халăхăм пулĕç, Эпĕ вĕсенĕн Турри пулăп: ĕнтĕ вĕсем пĕтĕм чĕрипе Ман енне çаврăнĕç.
(8) Çиме те юрăхсăр япăх смоква çырли пирки вара Çÿлхуçа çапла калать: Иудея патшине Седекияна, унăн улпучĕсене, Иерусалимра юлнă пĕтĕм çынна, — çак çĕр çинче юлнисене,— тата Египет çĕрĕнче пурăнакансене Эпĕ çавăн пекех тăвăп;
(9) вĕсене çĕр çинчи пур патшалăхра та хаярлăхпа усал терт тÿсмелле тăвăп, вĕсене Хам хăваласа янă пур вырăнта та мăшкăл курмалла, хăйсенчен кулнине-тăрăхланине илтмелле, хăйсене ылханнине илтмелле тăвăп.
(10) Вĕсене хăйсене тата вĕсен ашшĕсене панă çĕр çинчен пĕтерсе тăкичченех Эпĕ вĕсем çине хĕç, выçлăх тата мур чирĕ ярса тăрăп.

25

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Иудея патши Иоаким, Иосия ывăлĕ, тăваттăмĕш çул патшара ларнă чухне, — ку вăл Вавилон патши Навуходоносор пĕрремĕш çул патшара ларнă чухне пулнă,— Иеремийăна пĕтĕм Иудея халăхĕ çинчен каланă сăмах çакă.
(2) Иеремия пророк çав сăмаха мĕнпур Иудея халăхне тата мĕнпур Иерусалим çыннисене пĕлтерсе çапла каланă:
(3) акă ĕнтĕ çирĕм виçĕ çул, — Иудея патши Иосия, Амон ывăлĕ, вунвиççĕмĕш çул патшара ларнă вăхăтран пуçласа паянхи кунчченех,— мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ, эпĕ ăна сире вĕçĕмсĕр каласа тăтăм, анчах эсир итлемерĕр.
(4) Çÿлхуçа сирĕн патăра Хăйĕн тарçисене, пророкĕсене, ярса тăчĕ, çине-çинех ячĕ, анчах эсир итлемерĕр, итлес тесе хăлхăра та таймарăр.
(5) Сире çапла каланă: «хăвăрăн усал çулăрсенчен, усал ĕçĕрсенчен хăпăр та Çÿлхуçа сире тата сирĕн аçăрсене ĕмĕр-ĕмĕре панă çĕр çинче пурăнăр;
(6) урăх турăсем хыççăн ан çÿрĕр, вĕсене пăхăнса, пуççапса ан пурăнăр, хăвăрăн аллăр ĕçĕсемпе Мана ан çиллентерĕр, вара сире усал тумăп» тенĕ.
(7) Анчах эсир Мана итлемерĕр, тет Çÿлхуçа, хăвăра усал туса Мана хăвăрăн аллăр ĕçĕсемпе çиллентертĕр.
(8) Çавăнпа Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: эсир Ман сăмахăмсене итлеменшĕн
(9) Эпĕ çурçĕрти йăхсене пурне те чĕнсе пуçтарăп та, тет Çÿлхуçа, Хамăн чурама Навуходоносора, Вавилон патшине, чĕнсе илĕп те, вĕсене çак çĕре хирĕç, унта пурăнакансене хирĕç, таврари пур халăха хирĕç ертсе кайăп; вĕсене тĕппипе аркатса тăкăп, вĕсенчен сехре хăппи, тĕнче кулли тăвăп, çĕрне ĕмĕрлĕхех юхăнтарса хăварăп.
(10) Вĕсенĕн савăнăç сассипе хаваслăх сассине те, кĕрÿ каччă сассипе кин сассине те, арман чулĕсен сассипе çутаткăç çутине те чарса лартăп.
(11) Çак пĕтĕм çĕр пушхир те сехре хăппи пулса юлĕ; çак халăхсем Вавилон патшине çитмĕл çул пăхăнса тăрĕç.
(12) Кайран çапла пулĕ: çитмĕл çул тулсассăн, Вавилон патшипе унăн халăхне усал ĕçĕсемшĕн хĕн кăтартăп, халдейсен çĕрне ĕмĕрлĕх пушхир туса хăварăп.
(13) Çав çĕр çинчен каланă пĕтĕм сăмахăма, çак кĕнекере мĕн çырнине, Иеремия халăхсем çинчен пророкла каланине, Эпĕ пĕтĕмпе пурăнăçа килтерĕп.
(14) Вĕсене нумай йышлă халăхсемпе аслă патшасем чура туса хурĕç; Эпĕ вĕсене хăйсен хăтланăшне кура, хăйсен ĕçĕсене кура тавăрăп.
(15) Çÿлхуçа, Израиль Турри, мана çапла каларĕ: Манăн аллăмран хаярлăх эрехĕ тултарнă çак куркана ил-ха: Эпĕ сана халăхсем патне яратăп, эсĕ вĕсене пурне те çак куркаран ĕçтерсе тух.
(16) Вĕсем ĕçсе ярĕç, тайкаланма пуçлĕç, хăйсем çине янă Манăн хĕçĕме курсассăн ухмаха тухĕç, терĕ.
(17) Эпĕ вара Çÿлхуçа аллинчи куркана илтĕм те Çÿлхуçа хушнипе халăхсем патне çитсе вĕсене пурне те çав куркаран ĕçтерсе тухрăм:
(18) Иерусалима, Иудея хулисене, унăн патшисемпе улпучĕсене ĕçтертĕм — ĕнтĕ вĕсене çаратса тухчăр, вĕсем сехре хăппи, тĕнче кулли, ылханлă вырăн пулса тăччăр, халĕ çапла пулчĕ те;
(19) фараона, Египет патшине, тата унăн тарçисене, улпучĕсене, унăн пĕтĕм халăхне,
(20) вĕсен хушшинчи ют халăх çыннисене ĕçтертĕм; Уц çĕрĕн мĕнпур патшине, Филисти çĕрĕн мĕнпур патшине, Аскалона, Газăна, Екрона, Азот йăлкăмне,
(21) Эдома, Моава, Аммон ывăлĕсене,
(22) Тирăн мĕнпур патшине, Сидонăн мĕнпур патшине, тинĕс леш енчи утравсен патшисене,
(23) Дедана, Фемана, Буза, тăнлавĕ çинчи çÿçне кастаракан çынсене пурне те,
(24) Арави çĕрĕн мĕнпур патшине, пушхирте пурăнакан тĕрлĕ халăхсен патшисене,
(25) Зимврийĕн мĕнпур патшине, Еламăн мĕнпур патшине, Миди çĕрĕн мĕнпур патшине,
(26) çурçĕрти мĕнпур патшана, — çывăхрисене те, аякрисене те, пĕрин хыççăн теприне,— çĕр çинчи мĕнпур патшалăха ĕçтертĕм. Вавилон патши вара юлашкинчен ĕçĕ.
(27) Вĕсене кала: Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать, те: ĕçĕр те ÿсĕрĕлĕр, хăсса кăларăр та кайса ÿкĕр, хăвăр çине янă Манăн хĕçĕме курсассăн ура çине ан тăрайăр.
(28) Эхер те вĕсем сан аллунтан ĕçме панă куркана илесшĕн мар пулсассăн, вĕсене кала: Саваоф Çÿлхуçа çапла калать, те: ĕçетĕрех!
(29) Хамăн ятăмпа хисепленекен çак хула çине Эпĕ хĕн-хур яратăп пулсассăн, эсир хаса курмасăр юлайăр-и вара? Çук, хаса курмасăр юлаймăр, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ çĕр çинче пурăнакан мĕнпур çын çине хĕç яратăп, тет Саваоф Çÿлхуçа.
(30) Çавăнпа вĕсене çак пĕтĕм сăмаха каласа пар: Çÿлхуçа çÿлтен кĕмсĕртеттерсе ярĕ те Хăйĕн сăваплă çуртĕнчен сасă парĕ; Хăй кĕтÿлĕхĕ тĕлĕнче хăрушшăн кĕмсĕртеттерĕ; Вăл çĕр çинче пурăнакан мĕнпур çын çине юхтаркăчра иçĕм таптакан евĕрлĕ кăшкăрса ярĕ.
(31) Шавĕ тĕнче хĕрринех çитĕ: ĕнтĕ Çÿлхуçа халăхсемпе тупăшать: Вăл кашни чĕрĕ чунпах сутлашĕ, усал çынсене хĕçпе пĕтерĕ, тет Çÿлхуçа.
(32) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: акă халăхран халăх патне инкек пырать, тĕнче хĕрринчен çавраçил çĕкленет.
(33) Çав кун Çÿлхуçа пĕтерсе тухнисем çĕрĕн пĕр вĕçĕнчен пуçласа тепĕр вĕçне çитиех пулĕç, вĕсемшĕн хÿхлемĕç, вĕсене тирпейлесе пытармĕç, вĕсем çĕр çийĕнче тислĕк вырăнне пулĕç.
(34) Кăшкăрса макăрăр, йынăшăр, кĕтÿçĕсем, тусан çинче йăваланăр, кĕтÿ çулпуçĕсем: сире парнене кÿрес кунсем çитрĕç — сире салатса ярĕç, эсир хаклă савăт пек ванса каятăр.
(35) Кĕтÿçĕсене хÿтĕлĕх, кĕтÿ çулпуçĕсене çăлăнăç пулмĕ.
(36) Кĕтÿçĕсем йĕрсе йăлăнни, кĕтÿ çулпуçĕсем ĕсĕклени илтĕнет — Çÿлхуçа вĕсен кĕтÿлĕхĕсене пушатса хăварчĕ.
(37) Çÿлхуçа çиллин хаярлăхĕпе лăпкă кĕтÿлĕхсем пĕтеççĕ.
(38) Вăл — хăйĕн йăвинчен тухнă арăслан пек! Вĕсен çĕрĕ Унăн хаяр çиллине пула, Унăн çулăмлă çиллине пула пушхир пулса юлчĕ.

26

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Иудея патши Иоаким, Иосия ывăлĕ, патшана ларсассăн, Çÿлхуçаран çакăн пек сăмах пулчĕ:
(2) Çÿлхуçа çапла калать: Çÿлхуçа Çурчĕн картишне кĕр те Çÿлхуçа Çуртне пуççапма килекен Иудейăн мĕнпур хулине Эпĕ калама хушнă çак сăмахсене кала; пĕр сăмахне те сиктерсе ан хăвар.
(3) Тен, вĕсем итлĕç те хăйсен усал çулĕнчен пăрăнĕç, ун чухне вара Эпĕ вĕсене усал ĕçĕсемшĕн кăтартас тенĕ инкеке пăрахăçлăп.
(4) Кала вĕсене, Çÿлхуçа çапла калать, те: Мана итлемесессĕн, Эпĕ панă саккунпа — хăвăра панă саккунпа — пурăнмасассăн,
(5) Манăн чурасен, пророксен, — эсир итлеместĕр пулин те, Эпĕ сирĕн пата ярса тăнă, çине-çинех ярса тăнă пророксен,— сăмахĕсене тăнламастăр пулсассăн,
(6) Эпĕ çак Çурта Силом пекех туса хăварăп, çак хулана вара çĕр çинчи мĕнпур халăх ылханĕ çитмелле тăвăп.
(7) Иеремия çак сăмахсене Турă Çуртĕнче каланă чухне ăна священниксемпе пророксем тата пĕтĕм халăх итлесе тăнă.
(8) Иеремия хăйне Çÿлхуçа пĕтĕм халăха мĕн калама хушнине пурне те каласа пĕтерсессĕн, священниксемпе пророксем тата пĕтĕм халăх ăна ярса тытнă та çапла каланă: эсĕ вилме тивĕçлĕ;
(9) мĕншĕн эсĕ Çÿлхуçа ячĕпе пророкла вĕрентсе калатăн: «çак Çурт Силом пек пулĕ, çак хула пушанса юлĕ, çынсăр тăрса юлĕ» тетĕн? Вара Турă Çуртĕнче Иеремийăна пĕтĕм халăх хупăрласа илнĕ.
(10) Çакăн çинчен илтсессĕн, Иудея пуçлăхĕсем патша çуртĕнчен Турă Çуртне пынă та Турă Çурчĕн çĕнĕ хапхи умне ларнă.
(11) Çавăн чухне священниксемпе пророксем пуçлăхсене тата пĕтĕм халăха çапла каланă: ку çын вилме тивĕçлĕ! вăл çак хулана хирĕç пророкла каласа çÿрет, ĕнтĕ эсир хăвăр хăлхăрпа хăвăр илтрĕр! тенĕ.
(12) Иеремия мĕнпур пуçлăха, пĕтĕм халăха çапла каланă: Çÿлхуçа мана çак Çурта хирĕç, çак хулана хирĕç пророкла калама ячĕ — вăл сăмахсене эсир йăлтах илтрĕр;
(13) ĕнтĕ хăвăрăн çулăрсене, хăвăрăн ĕçĕрсене тÿрлетĕр, Çÿлхуçа Туррăр сăмахне итлĕр, Çÿлхуçа вара Хăйĕн шухăшне улăштарĕ, сире пĕлтерсе хунă инкеке чарса лартĕ;
(14) мана илес пулсан вара, акă эпĕ сирĕн аллăрта; хăвăр мĕн лайăх та тĕрĕс тесе шутлатăр, манпа çавна тăвăр;
(15) çакна çеç çирĕп пĕлсе тăрăр: мана вĕлерес пулсассăн, айăпсăр юн тăкнăшăн явапне хăвăр çине, çак хула çине, хула çыннисем çине илетĕр; çав пĕтĕм сăмаха сире хăлхăртанах калама мана чăн-чăнах Çÿлхуçа ячĕ, тенĕ.
(16) Пуçлăхсемпе пĕтĕм халăх вара священниксемпе пророксене çапла каланă: ку çынна вĕлерме юрамасть — вăл пирĕнпе Çÿлхуçа Турă ячĕпе калаçрĕ, тенĕ.
(17) Çĕршыври аслă çынсенчен хăшĕ-пĕри тăнă та пĕтĕм халăх пухăвне çапла каланă:
(18) Иудея патши Езекия вăхăтĕнче Морасфа çынни Михей пророкла вĕрентсе çÿренĕ, Иудея халăхне пĕлтерсе: Саваоф Çÿлхуçа çапла калать, тенĕ: Сиона хир пек сухаласа тăкĕç, Иерусалим ишĕлчĕк купи пулĕ, çак Çурт ларакан ту вăрманлă сăрт пулса юлĕ.
(19) Ара, çавăншăн Езекия патшапа Иудея халăхĕ вĕлернĕччĕ-и ăна? Патша Çÿлхуçаран хăраса ÿкменччĕ-и-ха, Çÿлхуçана тархасламанччĕ-и? Çÿлхуçа вара шухăшне улăштарнă, вĕсене пĕлтерсе хунă инкекне чарса лартнă; эпир хамăра çав тĕрлĕ усал тăвас тетпĕр-и? тенĕ.
(20) Çÿлхуçа ячĕпе тата Кариаф-Иарим çынни — Шемаия ывăлĕ, Урия текенскер — пророкла вĕрентсе çÿренĕ: çак хулана, çак çĕре малашне мĕн пуласси çинчен вăл шăпах Иеремия пек каланă.
(21) Унăн сăмахĕсене Иоаким патша, унăн улпучĕсемпе пуçлăхĕсем илтнĕ, патша вара ăна вĕлерес тесе шыранă. Урия çакна илтнĕ те хăраса ÿксе Египета тухса тарнă.
(22) Анчах Иоаким патша Египета та çынсем янă — Ахбор ывăлне Елнафана тата унпа пĕрле ытти çынсене янă.
(23) Урияна Египетран илсе тухнă та Иоаким патша патне илсе пынă, патша вара ăна хĕçпе вĕлернĕ те унăн виллине ахаль çынсен масарĕ патне кайса пăрахнă.
(24) Ахикам та — Сафан ывăлĕ — Иеремия майлă пулнă, вăл ăна халăх аллине паман, вĕлерттермен.

27

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Седекия — Иосияывăлĕ — Иудея патшине ларсассăн кĕçех Çÿлхуçаран Иеремийăна çакă сăмах пулнă:
(2) Çÿлхуçа мана çапла каларĕ: хăвăн валли тăлăпа сÿсмен ту та мăйна тăхăнтарт;
(3) çавăн пеккисенех Иерусалима Иудея патши Седекия патне килнĕ элчĕсем урлă Эдом патши патне, Моав патшипе Аммон ывăлĕсен патши патне, Тир патшипе Сидон патши патне ярса пар;
(4) элчĕсене хăйсен хуçисене çапла калама хуш: Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: хăвăрăн хуçăрсене çапла калăр:
(5) Эпĕ çак çĕре, çак çĕр çинчи этеме тата чĕрчунсене Хамăн аслă хăватăмпа, Хамăн вăйлă аллăмпа пултартăм; ĕнтĕ çĕре кама парас тетĕп, çавна паратăп.
(6) Халĕ Эпĕ çак мĕнпур çĕре Навуходоносора — Вавилон патшине, Хамăн чурана — паратăп, хирти тискер кайăксене те ăна пăхăнтарăп.
(7) Унăн çĕрĕн тата унăн хăйĕн вăхăчĕ çитиччен ăна, унăн ывăлне, ывăлĕн ывăлне пур халăхсем пăхăнса тăрĕç; кайран ăна йышлă халăхсем, аслă патшасем пăхăнтарĕç.
(8) Эхер те халĕ ăна — Навуходоносора, Вавилон патшине — пĕр-пĕр халăх е патшалăх пăхăнасшăн мар пулсассăн, мăйне Вавилон патшин сÿсменне тăхăнасшăн мар пулсассăн, çав халăха Эпĕ хĕçпе, выçăпа, мур чирĕпе хĕн кăтартăп патша аллипе ăна тĕппипех пĕтерĕп, те! Çÿлхуçа.
(9) «Эсир Вавилон патшин чурисем пулмăр» теекен пророкăрсене, юмăçăрсене, тĕлĕк кураканăрсене, ăрăмçăрсене, çăлтăрçăрсене ан итлĕр:
(10) вĕсем суя сăмах калаççĕ, çавна пула сире хăвăрăн çĕрĕртен кăларса ярĕç, Эпĕ сире хăваласа янипе сирĕн вилсе пĕтмелле пулĕ.
(11) Вавилон патшин сÿсменне хăйĕн мăйне тăхăнакан тата ăна пăхăнса тăракан халăха вара Эпĕ хăйĕн çĕрĕ çинчех хăварăп вăл вара унтах çĕр ĕçлесе пурăнĕ, тет Çÿлхуçа.
(12) Иудея патшине Седекияна эпĕ çак пĕ тĕм сăмаха каласа патăм: Вавилон патшин сÿсменне мăя тăхăнăр та ăна тата унăн халăхне пăхăнса пурăнăр, вара чĕрĕ юлатăр, терĕм.
(13) Мĕншĕн-ха санăн, сан халăхун, Çÿлхуçа Вавилон патшине пăхăнман халăх çинчен каланă пек, хĕçпе выçăпа, мур чирĕпе вилмелле?
(14) «Вавилон патшин чурисем пулмăр» теекен пророксене ан итлĕр — вĕсем суя сăмах калаççĕ.
(15) Вĕсене Эпĕ яман, тет Çÿлхуçа вĕсем Ман ятăмпа суя вĕрентсе çÿреççĕ, çавна пула Эпĕ сире хăваласа ярăп та эсир хăвăр та, сире вĕрентекен пророксем те вилсе пĕтĕр.
(16) Священниксене те, çак мĕнпур халăха та эпĕ каларăм: Çÿлхуçа çапла калать: сире: «акă Турă Çурчĕн хатĕр-хĕтĕрĕ Вавилонтан каялла таврăнĕ» тесе калакан пророкăрсене ан итлĕр: вĕсем суя вĕрентсе çÿреççĕ.
(17) Вĕсене ан итлĕр, Вавилон патшине пăхăнса пурăнăр; мĕншĕн-ха çак хулана юхăнтарса хăвармалла?
(18) Эхер те вĕсем пророк пулсассăн, вĕсене Çÿлхуçа каланă пулсассăн, вĕсем Турă Çуртĕнче, Иудея патшин çуртĕнче тата Иерусалимра юлакан хатĕр-хĕтĕр Вавилона ан куçтăр тесе Саваоф Çÿлхуçаран хута кĕме ыйтчăр.
(19) – (20) Мĕншĕн тесессĕн Саваоф Çÿлхуçа çак хулара юлнă, Вавилон патши Навуходоносор Иудея патшине — Иоаким ывăлне Иехонияна — тата Иудейăпа Иерусалимăн пĕтĕм ятлă-сумлă çыннине Иерусалимран Вавилона куçарнă чухне илсе кайман юпасем çинчен, пăхăр тинĕс çинчен, вĕсен тĕпĕсемпе ытти япаласем çинчен çапла калать,
(21) Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, Турă Çуртĕнче, Иудея патшин керменĕнче тата Иерусалимра юлнă хатĕр-хĕтĕр çинчен çапла калать:
(22) ăна Вавилона илсе кайĕç, унта вăл Эпĕ пырса пăхас кунчченех юлĕ, çавăн чухне вара ăна илсе тухăп та çак вырăна тавăрăп, тет.

28

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Çав çулах, Иудея патши Седекия патшана ларни тăватă çул та пиллĕкĕмĕш уйăх çитсессĕн, Анания — Азур ывăлĕ, Гаваон пророкĕ — Турă Çуртĕнче священниксемпе мĕнпур халăх умĕнче мана çапла каларĕ:
(2) Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: Вавилон патшин сÿсменне çапса салатăп;
(3) Вавилон патши Навуходоносор çакăнтан Вавилона илсе кайнă Турă Çурчĕн хатĕр-хĕтĕрне Эпĕ тепĕр икĕ çултан çак вырăнах тавăрăп;
(4) Иехонияна та — Иоаким ывăлне, Иудея патшине — тата Вавилона тыткăна лекнĕ мĕнпур иудее те çак вырăнах тавăрăп, тет Çÿлхуçа, мĕншĕн тесессĕн Вавилон патшин сÿсменне çапса салатăп.
(5) Иеремия пророк Турă Çуртĕнче тăракан священниксемпе мĕнпур халăх умĕнче Анания пророка каланă,
(6) çапла каланă Иеремия пророк: çавăн пек пултăрах, Çÿлхуçа çапла тутăрах! Турă Çурчĕн хатĕр-хĕтĕрĕ, тыткăна лекнĕ мĕнпур çын Вавилонран çак вырăна таврăнасси çинчен каланă сăмахусене Çÿлхуçа вырăна килтертĕрех!
(7) Анчах сана та илтмелле, пĕтĕм халăха та илтмелле калас сăмахăма итлесе пĕтер-ха:
(8) авалтанпах манран малтан, санран малтан пулнă пророксем чылай çĕршыва тата аслă патшалăха вăрçă, хĕн-хур, мур чирĕ çитесси çинчен пĕлтерсе хунă.
(9) пĕр-пĕр пророк тăнăçлăх пуласса пĕлтерсе хунă пулсассăн, вăл калани вырăна килнĕ пулсассăн çеç ăна чăнах та Çÿлхуçа янă пророк тесе хисепленĕ.
(10) Çавăн хыççăн Анания пророк Иеремия пророк мăйĕнчи сÿсмене хывса илсе çĕмĕрсе тăкнă.
(11) Анания пĕтĕм халăх умĕнче çакă сăмахсене каланă: Çÿлхуçа çапла калать: икĕ çултан Вавилон патшин Навуходоносорăн сÿсменне те пур халăхсен мăйĕ çинчен хывса илсе çакăн пек çĕмĕрсе тăкăп, тет. Иеремия вара хăйĕн çулĕпе кайнă.
(12) Анания пророк Иеремия мăйĕнчи сÿсмене çĕмĕрсе тăкнă хыççăн Çÿлхуçаран Иеремийăна сăмах пулнă:
(13) кай та Ананияна çапла кала: Çÿлхуçа çапла калать, те: эсĕ йывăç сÿсмене çĕмĕрсе тăкрăн, ун вырăнне Эпĕ тимĕр сÿсмен тăвăп.
(14) Мĕншĕн тесессĕн Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: çак пур халăхсен мăйне те тимĕр сÿсмен тăхăнтартăп — вĕсем Навуходоносоршăн, Вавилон патшишĕн, ĕçлесе пурăнччăр, вĕсем унăн чури пулĕç, хирти тискер кайăксене те Эпĕ ун аллине паратăп, тет.
(15) Иеремия пророк вара Анания пророка каланă: итле, Анания, сана Çÿлхуçа яман, эсĕ çак халăха суя шанчăк паратăн.
(16) Çавăнпа Çÿлхуçа çапла калать: акă Эпĕ сана çĕр çинчен шăлса ывăтăп та, эсĕ кăçалах вилсе выртăн, мĕншĕн тесессĕн эсĕ Çÿлхуçана хирĕç калаçрăн, тет.
(17) Анания пророк вара çав çулах çиччĕмĕш уйăхра вилсе кайнă.

29

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Иеремия пророк Навуходоносор патша Иерусалимран Вавилона тыткăна илсе кайнă аслă çынсен йăлкăмĕ патне, священниксем патне, пророксемпе мĕнпур халăх патне Иерусалимран янă çыру çакă.
(2) Çав çырăва вăл Иехония патшапа унăн амăшне, хайрансене, Иудейăпа Иерусалим улпучĕсене, алăстисемпе тимĕрçĕсене Иерусалимран илсе кайнă хыççăн
(3) Сафан ывăлĕ Елеаса тата Хелкия ывăлĕ Гемария урлă янă, Иудея патши Седекия вара çав çынсене Вавилон патши Навуходоносор патне Вавилона кайма хушнă пулнă.
(4) Акă çырăвĕ: Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: тыткăнрисем, Эпĕ Иерусалимран Вавилона куçарса кайнă халăх!
(5) Çуртсем лартăр — çавăнта пурăнăр, сат пахчисем чĕртĕр — вĕсен çимĕçне çийĕр.
(6) Авланăр — ывăлсемпе хĕрсем çуратăр; ывăлăрсене авлантарăр, хĕрĕрсене качча парăр, вĕсем те ывăлсемпе хĕрсем çуратчăр. Çавăнта хунаса кайăр, сирĕн йышăр чакса мар, ĕрчесе пытăр!
(7) Эпĕ сире куçарса кайнă хула тулăх пурăнтăр тесе тăрăшăр, уншăн Çÿлхуçана кĕлтăвăр: вăл тăнăçлă пурăнсассăн сире те тăнăçлăх пулĕ.
(8) Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: сирĕн хушшăрти пророксемпе юмăçсем сире ан улталаччăр, тĕлĕк куракансене те ан итлĕр;
(9) вĕсем малашне мĕн пуласси çинчен сире Ман ятăмпа суя суяççĕ; вĕсене Эпĕ яман, тет Çÿлхуçа.
(10) Çÿлхуçа çапла калать: эсир Вавилонра пурăнма пуçланăранпа çитмĕл çул çитсессĕн, Эпĕ сирĕн патăра пырса пăхăп та ырă сăмахăма вырăна килтерĕп — сире каялла çакăнта илсе килĕп:
(11) Эпĕ сирĕншĕн мĕн тума палăртнине Хам анчах пĕлетĕп, тет Çÿлхуçа, малашлăхпа шанчăк парса Эпĕ сире хуйхă-суйхă мар, тăнăçлăх пама палăртнă.
(12) Мана тархаслатăр та, Ман патăма пырса кĕлтăватăр та — Эпĕ сире илтĕп;
(13) Мана шыратăр та, пĕтĕм чун-чĕрĕрпе шырасассăн — Мана тупатăр.
(14) Эсир Мана тупатăр, тет Çÿлхуçа, Эпĕ вара сире тыткăнран, пур халăхсем хушшинчен, Эпĕ сире хăвăра хăваласа янă пур çĕртен те пуçтарăп та — ăçтан куçарса кайнă, çав вырăнах каялла тавăрăп, тет Çÿлхуçа.
(15) Эсир: «Çÿлхуçа пире Вавилонра та пророксем пачĕ» тетĕр.
(16) Çÿлхуçа çапла калать: Давидăн аслă пуканĕ çинче ларакан патшапа çак хулара пурăнакан пĕтĕм халăх çинчен, сирĕнпе пĕрле тыткăна илсе кайман тăванăрсем çинчен
(17) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: акă Эпĕ вĕсем çине хĕç, выçлăх тата мур чирĕ ярăп та вĕсене çиме юрăхсăр смоква çырли пек тăвăп;
(18) вĕсене хĕçпе, выçăпа, мур чирĕпе хĕсĕрлĕп; Эпĕ вĕсене çĕр çинчи мĕнпур патшалăхшăн сехре хăппи туса хурăп, Эпĕ вĕсене кирек ăçта хăваласа ярас пулсассăн та çавăнти халăхсем хушшинче ылханлă тăвăп, вĕсенчен тĕнче кулли тăвăп;
(19) Эпĕ вĕсем патне Хамăн чурасене – пророксене – ярсассăн та, вĕсем Ман сăмахăма итлемерĕç, тет Çÿлхуçа.
(20) Эсир вара, ют çĕре куçса кайнисем, Эпĕ Иерусалимран Вавилона янисем, пурте Çÿлхуçа сăмахне итлĕр:
(21) Ман ятăмпа пророкла калаçакансене, суя вĕрентсе çÿрекен Колия ывăлĕ Ахав пирки тата Маасея ывăлĕ Седекия пирки Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: Эпĕ вĕсене Вавилон патшийĕн Навуходоносорăн аллине парăп та, вăл вĕсене сирĕн куçăр умĕнчех вĕлерсе пăрахĕ.
(22) Çав çынсене пула вара Вавилонра, çавăнта куçарса килнĕ иудейсем хушшинче, ылханнă чухне çапла калама пуçланă: «Çÿлхуçа Седекияпа Ахава мĕн тунă, сана та çапла тутăр» тенĕ; Седекияпа Ахава вара Вавилон патши вут-çулăм çинче ăшаланă;
(23) çакă вĕсене Израильре ирсĕр ĕçсем тунăшăн – хăйсен çывăх çыннисен арăмĕсемпе аскăнланса пурăннăшăн, Ман ятăмпа Эпĕ хушман çĕртенех суйса калаçнăшăн – çитнĕ; Эпĕ çакна пĕлетĕп, Эпĕ çакна курса тăнă, тет Çÿлхуçа.
(24) Нехелам çыннине Шемаияна кала:
(25) Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать, те: эсĕ хăвăн ятупа Иерусалимри пĕтĕм халăх патне, Маасея ывăлĕ Софония священник патне, ытти мĕнпур священник патне çыру янă,
(26) çав çырура акă мĕнле çырнă пулнă: «Софония, Çÿлхуçа сана Иодай священник вырăнне священника лартрĕ, санăн Çÿлхуçа Çурчĕшĕн яваплă пулмалла, хăйне хăй ухмаха тухнă çын пек тыткалакана, пророкла калаçма чăрсăрланакана санăн тĕрмене лартмалла, каска тăлăпа тăлламалла:
(27) мĕншĕн-ха эсĕ Анафоф Иеремейине хăвăр патăрта пророкла вĕрентсе çÿреме чармастăн?
(28) Вăл пирĕн патăмăрта Вавилона та çапла çырса янăччĕ: тыткăнра пурăнасси вăраха пырĕ, çуртсем лартăр – çавăнта пурăнăр, сат пахчисем чĕртĕр – вĕсен çимĕçне çийĕр» – тесе çырнăччĕ.
(29) Софония священник çак çырăва Иеремия пророка вуласа панă.
(30) Ĕнтĕ Иеремейăна Çÿлхуçаран сăмах пулнă:
(31) тыткăнри халăх патне хыпар яр: Нехелам çынни Шемаия çинчен Çÿлхуçа çапла калать, те: Эпĕ хушман-яман пулин те, Шемаия сирĕн патăрта пророкла вĕрентсе çÿренĕ, сире суя шанчăк панă,
(32) çакăншăн, тет Çÿлхуçа, Эпĕ Нехелам çыннине Шемаияна тата унăн ăрăвне хаса паратăп; çак халăх хушшинче унăн çынни пулмĕ, Эпĕ Хамăн халăхăма парас ырăлăха вăл кураймĕ, мĕншĕн тесессĕн вăл Çÿлхуçана хирĕç каларĕ, тет Çÿлхуçа.

30

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Акă Иеремийăна Çÿлхуçаран пулнă сăмах:
(2) Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: Эпĕ хăвна мĕн каланине пурне те кĕнеке çине çырса хур.
(3) Акă ĕнтĕ Эпĕ Хамăн халăхăма, Израильпе Иудăна, тыткăнран тавăрас кунсем çитсе пыраççĕ, тет Çÿлхуçа, вĕсене каллех хăйсен ашшĕсене панă çĕр çине илсе килĕп те, вĕсем ăна тытса тăма пуçлĕç.
(4) Акă Çÿлхуçа Израильпе Иуда çинчен каланă çав сăмахсем:
(5) Çÿлхуçа çапла калать: эпир сехĕрленÿ сассине илтетпĕр – хăрушă, тăнăçлăх çук!
(6) Ыйтăр та шухăшласа пăхăр: арçын çуратать-и? Мĕншĕн-ха Эпĕ çакна куратăп: кашни арçыннах, çуратакан арăм пек, вĕчине ярса тытнă, сăнĕ-пичĕ те вĕсен шурсах кайнă?
(7) Ах, çав кун питĕ аслă, ун пекки пулманччĕ; ку вăл – Иаковшăн хĕн-хурлă вăхăт, анчах вăл çăлăнса юлĕ.
(8) Çавă кун вара, тет Саваоф Çÿлхуçа, çапла пулĕ: мăйна тăхăнтартнă сÿсменне аркатса тăкăп, тăллуна салтса ывăтăп; текех ют çĕр çыннисене пăхăнса пурăнмĕç,
(9) Çÿлхуçана, хăйсен Туррине, тата Эпĕ вĕсен пуçлăхĕ пулма лартнă хăйсен патшине Давида пăхăнса пурăнĕç.
(10) Эсĕ вара, Манăн Иаков чурам, ан хăра, тет Çÿлхуçа, Израиль, ан сехĕрлен: Эпĕ сана инçетри çĕршывран, санăн йăхна тыткăн çĕрĕнчен çăлса кăларăп; Иаков каялла таврăнĕ те лăпкăн та тăнăçлăн пурăнĕ, ăна текех никам та хăратмĕ.
(11) Сана çăлмашкăн Эпĕ санпа пĕрле пулăп, тет Çÿлхуçа, Эпĕ сана халăхсем хушшине сапаласа янăччĕ, çав халăхсене пурне те пĕтерĕп, сана вара пĕтермĕп; сана Эпĕ виçеллĕ хаса парăп, анчах хасасăр хăвармăп.
(12) Çÿлхуçа çапла калать: сурану санăн тÿрленсе çитейми, чирÿ санăн питех те хаяр;
(13) санăн тавăçна никам та тишкермест; им-çам та çук сурану валли, сана сиплетейместĕн;
(14) сана тусусем пурте манса кайрĕç, сана шырамаççĕ: йĕркесĕр ĕçÿ ытла та нумай, çылăхусен шучĕ те çук, çавăнпа сана тăшманусем аркатмалла турăм, сана хаяррăн хаса патăм.
(15) Мĕн эсĕ суранусемшĕн, хăрушла чирÿшĕн нăйкăшатăн? Йĕркесĕр ĕçÿ ытла та нумай, çылăхусен шучĕ те çук — çавăнпа сана çапла турăм.
(16) Анчах сана çиекенсене пурне те хăйсене çисе ярĕç; тăшманусем те пурте хăйсемех тыткăна кайĕç, сана тустаракансене хăйсене тустарĕç, сана çаратакансене хăйсене çараттарăп.
(17) Эпĕ сана им-çам парăп, суранусене сиплентерĕп, тет Çÿлхуçа. Сана пăрахнă тесе, сан çинчен: «Сион вăл — акă, вăл никама та кирлĕ мар» теетчĕç.
(18) Çÿлхуçа çапла калать: Иаков чатăрĕсене çĕнĕрен туса лартăп, унăн ялĕ-хулине хĕрхенĕп; ишĕлчĕксем çинче хула ÿссе ларĕ, унчченхи вырăнĕнчех кермен çĕкленĕ.
(19) Кунта мухтав юррисем илтĕнсе тăрĕç, савăнакансен шавĕ илтĕнсе тăрĕ; Эпĕ вĕсене хунаттарăп, вĕсен йышĕ чакмĕ, вĕсене асла кăларăп — вĕсем кĕçĕне юлмĕç.
(20) Унăн ывăлĕсем те малтанхи пекех пулĕç, вĕсен ушкăнĕ Ман умăмра тăрĕ, вĕсене хĕсĕрлекенсене пурне те хаса парăп.
(21) Вĕсен çулпуçĕ хăйсен хушшинченех тухĕ, патши те хăйсен хушшинченех пулĕ; Эпĕ ăна çывăхартăп та, вăл Ман патăма пырса тăрĕ: кам хăй тĕллĕнех Ман патăма çывăхарма хăйтăр-ха? тет Çÿлхуçа.
(22) Эсир вара Манăн халăхăм пулатăр, Эпĕ сирĕн Туррăр пулатăп.
(23) Акă Çÿлхуçа çил-тăвăлĕ хаяррăн килет, кăра çил-тăвăл — вăл усал çынсен пуçĕ çине ÿкĕ.
(24) Çÿлхуçанăн çулăмлă çилли Вăл Хăй мĕн-мĕн тума шухăш тытнине тумасăр иртсе каймĕ. Çакна юлашки кунсенче ăнланса илетĕр.

31

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Çавă вăхăтра, тет Çÿлхуçа, Эпĕ кашни Израиль йăхĕшĕн Турă пулăп, вĕсем вара Манăн халăхăм пулĕç.
(2) Çÿлхуçа çапла калать: хĕçрен хăтăлса юлнă халăх пушхирте каçару тупрĕ; Израиле канăç парăп, тет.
(3) Çÿлхуçа ăна инçетрен курăнчĕ те каларĕ: сана Эпĕ ĕмĕрлĕх юратупа юрататăп, сана çавăнпа ырăлăх паратăп.
(4) Эй Израиль хĕрĕ, Эпĕ сана каллех çирĕплетĕп, эсĕ çирĕпленĕн! Каллех тÿнкĕрне тытăн та савăнăçлăн ташласа тухăн;
(5) Самари тăвĕ çинче каллех иçĕм пахчи ĕрчетĕн; иçĕм çырли туса илекенсем çимĕçĕпе хăйсемех усă курĕç.
(6) Ефрем тăвĕ çинчи хуралçăсем: «тăрăр, Сион çине Çÿлхуçа Туррăмăр патне хăпарар!» тесе кăшкăрмалли кун çитĕ.
(7) Çÿлхуçа çапла калать: Иаков çинчен савăнса юрлăр, халăхсен пуçлăхне саламлăр; кăшкăрса, янăравлăн мухтăр: «Эй Çÿлхуçамăр, Хăвăн халăхна, Израиль йăлкăмне, çăлсамччĕ!» тейĕр.
(8) Эпĕ вĕсене çурçĕрти çĕршывран илсе килĕп, вĕсене çĕрĕн мĕнпур кĕтессинчен пуçтарăп; суккăрри те, уксаххи те, йывăр хĕрарăм та, çуратакан арăм та — питех те пысăк йыш таврăнĕ кунта.
(9) Вĕсем куççулĕпе йĕрсе кайрĕç — Эпĕ лăплантарса илсе килĕп;
вĕсене такăнтарман тикĕс çулпа юхăм шывсем патне илсе кайăп, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ — Израиль ашшĕ, Ефрем — Манăн малтанхи ывăлăм.
(10) Эй халăхсем, Çÿлхуçа сăмахне итлĕр, ăна инçетри утравсем çине çитерсе çапла калăр: «Израиле Кам сапаласа янă, Çавах пуçтарĕ, Вăл ăна кĕтÿçĕ хăйĕн кĕтĕвне сыхланă пек сыхлĕ».
(11) Çÿлхуçа Иакова çăлса хăварчĕ, ăна хăйĕнчен вăйлăраххийĕн аллинчен хăтарчĕ.
(12) Вĕсем килĕç те Сион тăвĕ çинче савăнĕç; Çÿлхуçа пархатарĕшĕн — тулăшăн, эрехшĕн, йывăç çăвĕшĕн, путексемпе вăкăрсемшĕн — хĕпĕртенĕç; вĕсен чунĕ шăварнă йывăç пахчи пек пулĕ, ĕнтĕ хăрăнасси вĕçленĕ.
(13) Хĕр вара вăйă картинче савăнĕ, çамрăкки те, ватти те хĕпĕртенĕ; вĕсен хурлăхне савăнăçпа ылмаштарăп, лăплантарăп вĕсене, хĕн-асап хыççăн савăнăç парăп.
(14) Священниксене çуллă апатпа тăрантарăп, халăхăм Манăн ырăлăхăмпа тăранĕ, тет Çÿлхуçа.
(15) Çÿлхуçа çапла калать: Рама хулинче уласа, кăшкăрса макăрни илтĕнет: Рахиль хăйĕн ачисемшĕн йĕрет, ниепле те лăпланаймасть: ĕнтĕ ачисем çук унăн.
(16) Çÿлхуçа çапла калать: макăрма-ĕсĕклеме чарăн, куçна шăлса типĕт — хăвăн ĕçÿшĕн сана пархатар пулĕ: вĕсем тăшман çĕршывĕнчен таврăнĕç, тет Çÿлхуçа.
(17) Пуласлăхун шанчăкĕ пур, тет Çÿлхуçа, ывăлусем хăйсен çĕрнех таврăнĕç.
(18) Йĕрекен Ефрем сассине илтетĕп: «Эсĕ мана хаса патăн та — хаса тÿсетĕп: эпĕ чурăс пăру пекехчĕ; мана каялла çавăр, эпĕ Сан енне çаврăнам: Эсĕ — манăн Çÿлхуçа Туррăм.
(19) Каялла çаврăнсассăн — ÿкĕнтĕм, ăса кĕтĕм те — пĕççĕме шарт çапрăм, мана намăслантарчĕç, хăртрĕç: çамрăк чухнехи чыссăр ĕçсемшĕн намăс куратăп».
(20) Ефрем ывăлăм маншăн хаклă мар-и вара? юратнă ачам мар-и вăл? ун çинчен калаçма пуçласанах ăна яланах юратса аса илетĕп; уншăн Манăн ăшчикĕм пăлханать; Эпĕ хĕрхенĕп ăна, тет Çÿлхуçа.
(21) Хăвна валли çул паллисем лартса тух, чул юпасем лартса тух, чĕрÿне çав çул çине — ху çÿренĕ çул çине — çавăр; эй Израиль хĕрĕ, таврăн, хăвăн хулусене таврăн.
(22) Эй ултавлă хĕрĕм, хăçанччен аташса çÿрĕн-ши эсĕ? Çÿлхуçа халиччен çĕр çинче пулманнине пултарчĕ: арăм каллех ар çумĕнче.
(23) Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: малашне, Эпĕ вĕсене тыткăнран каялла илсе килсессĕн, Иуда çĕрĕ çинче, ун хулисенче çапла калĕç: «эй тÿрĕлĕх Çурчĕ, сăваплă сăрт-ту, Çÿлхуçа пиллетĕр сана!» тейĕç.
(24) Ун çине вара Иуда, унăн пĕтĕм хули, çĕр ĕçлекенсем тата кĕтÿпе çÿрекен кĕтÿçĕсем вырăнаçĕç.
(25) Ĕнтĕ ĕшеннисене Эпĕ шыв ĕçтерĕп, халтан кайнисене çăкăр çитерĕп.
(26) Çак вăхăтра эпĕ вăрантăм та куçа уçрăм, тĕлĕкĕм кăмăллă пулчĕ маншăн.
(27) Акă Израиль килĕпе Иуда килне Эпĕ этем вăрлăхĕпе, выльăх-чĕрлĕх вăрлăхĕпе акса хăварас кунсем çитсе пыраççĕ, тет Çÿлхуçа.
(28) Эпĕ вĕсене тăпăлтарнă, аркатнă, çĕмĕрнĕ, тĕп тунă, амантнă чухне сăнанă пекех çĕнĕрен çĕклесе лартнă чухне те сăнасах тăрăп, тет Çÿлхуçа.
(29) Ун чухне ĕнтĕ: «ашшĕсем пиçмен иçĕм çырли çинĕ, ачисен шăлĕ шаннă» тесе каламĕç,
(30) кашниех хăйĕн йĕркесĕр ĕçĕшĕн вилĕ; пиçмен иçĕм çырли çиекенĕн чăнах та шăлĕ шанĕ.
(31) Эпĕ Израиль килĕпе тата Иуда килĕпе çĕнĕ халал хывас кунсем çитеççĕ, тет Çÿлхуçа,
(32) ку вăл Эпĕ вĕсен ашшĕсене алăран çавăтса Египет çĕрĕнчен илсе тухнă кун вĕсемпе хывнă халал пек пулмĕ; Эпĕ вĕсен Патши пултăм пулин те, вĕсем çав халала пăсрĕç, тет Çÿлхуçа.
(33) Çавăн хыççăн Эпĕ Израиль килĕпе урăх халал хывăп: Хамăн саккуна вĕсенĕн ăшчиккине кĕртсех лартăп, чĕрисем çинех çырса хурăп, вĕсемшĕн Турă пулăп, вĕсем вара Манăн халăхăм пулĕç, тет Çÿлхуçа.
(34) Вара юлташĕ юлташне, тăванĕ тăванне: «Турра пĕлĕр» тесе вĕрентмĕ, мĕншĕн тесессĕн Мана пурте — кĕçĕннинчен пуçласа аслине çитиех — хăйсемех пĕлме пуçлĕç, тет Çÿлхуçа, Эпĕ вĕсенĕн йĕркесĕр ĕçĕсене каçарăп, вĕсен çылăхĕсене урăх аса илмĕп.
(35) Çÿлхуçа,— кăнтăрла çутатмашкăн хĕвел панă, çĕрле çутатмашкăн уйăхпа çăлтăрсене саккун панă, тинĕсе хумĕсем ахăрмалла пăлхатакан Çÿлхуçа, Унăн ячĕ — Саваоф Çÿлхуçа,— çапла калать:
(36) çак саккунсем Ман умăмран пĕтсе лараççĕ пулсассăн, тет Çÿлхуçа, Израиль йăхĕ те Ман умăмра яланлăхах халăх пулма пăрахĕ.
(37) Çÿлхуçа çапла калать: эхер те çÿл тÿпене виçме пулсассăн, тĕпсĕр çĕр никĕсне шыраса тупма май пулсассăн, Эпĕ Израилĕн мĕнпур йăхне вĕсем мĕн-мĕн тунишĕн пăрахăп, тет Çÿлхуçа.
(38) Акă çакă хулана, Çÿлхуçана мухтава кăларса, çĕнĕрен çĕклес кунсем, ăна Анамеил пашнинчен пуçласа кĕтесри хапха патне çитичченех çĕнĕрен туса лартас кунсем çитеççĕ, тет Çÿлхуçа,
(39) вара çĕр виçекенсенĕн вĕренĕ Гарив сăрчĕ патне çитиех тÿррĕн тăсăлĕ те Гоаф тĕлĕнчен пăрăнса иртĕ.
(40) Вилепе кĕл айлăмĕ, Кедрон юхăмне çитиччен сарăлса выртакан хирсем, тухăç енчи Лаша хапхи таранах, — пĕтĕмпе Çÿлхуçанăн сăваплă вырăнĕ пулса тăрĕ; вăл ĕмĕрне те арканмĕ те, саланмĕ те.

800px-Rembrandt_Harmensz._van_Rijn_-_Jeremia_treurend_over_de_verwoesting_van_Jeruzalem_-_Google_Art_Project
Рембрандт, 1630. Иеремия Иерусалима çĕмĕрнишĕн хÿхлет.

32

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Иудея патши Седекия вуннăмĕш çул патшара ларнă чухне — ку вăл Навуходоносор вунсаккăрмĕш çул патшара ларнă чухне пулнă — Иеремийăна Çÿлхуçаран пулнă сăмах çакă.
(2) Ун чухне Вавилон патшийĕн çарĕ Иерусалима хупăрласа илнĕ пулнă, Иеремия пророка вара Иудея патшийĕн керменĕ çумĕнчи хурал картишне хупса лартнă.
(3) Ăна унта Иудея патши Седекия çапла каласа лартнă: «эсĕ мĕншĕн çапла пророкла калаçса çÿретĕн? Çÿлхуçа çапла калать тетĕн: акă Эпĕ çак хулана Вавилон патшийĕн аллине парăп та, вăл ăна туртса илĕ;
(4) Седекия, Иудея патши, халдейсен аллинчен хăтăлаймĕ, ăна пурпĕрех Вавилон патшийĕн аллине тытса парĕç, вăл унпа çăвара-çăварăн, куçа-куçăн калаçĕ;
(5) Седекияна вăл Вавилона илсе кайĕ, вăл Эпĕ ун патне пырса пăхичченех унта пулĕ, тет Çÿлхуçа. Эхер те эсир халдейсемпе çапăçма пуçласассăн, сирĕн ăнăçу пулмĕ» тетĕн?
(6) Иеремия каланă: мана Çÿлхуçа каланă сăмах çапла пулчĕ:
(7) Анамеил — санăн Саллум пиччÿн ывăлĕ — сан патна килĕ те: «Анафофри хирĕме сутăн ил, мĕншĕн тесессĕн тăванлăх тивĕçĕпе ăна санăн тÿлесе илмелле» тейĕ.
(8) Акă Çÿлхуçа каланă пек, ман патăма хурал картишне Анамеил — Саллум пичче ывăлĕ — килчĕ те мана каларĕ: Анафофри, Вениамин çĕрĕнчи, хирĕме сутăн ил, мĕншĕн тесессĕн санăн еткерлĕх ирĕкĕ те, ăна тăванлăх тивĕçĕпе тÿлесе илмелли ирĕкÿ те пур; хăвна валли тÿлесе ил, терĕ. Çавăн чухне эпĕ ку вăл Çÿлхуçа сăмахĕ пулнине пĕлтĕм.
(9) Вара эпĕ Анамеилăн, пиччем ывăлĕн, Анафофри хирне тÿлесе илтĕм, ăна вунçичĕ сикль кĕмĕл виçсе патăм;
(10) ĕнтĕ суту-илÿ хутне çыртăм, пичет пусрăм, кÿнтеленсем чĕнсе илсе виçепе виçсе патăм.
(11) Суту-илÿ хутне — саккун йĕрки тăрăх пичет пуснине те, пичет пусманнине те — илтĕм те
(12) çав хута пиччем ывăлĕ Анамеил умĕнче, çак хут çине алă пуснă кÿнтеленсем умĕнче тата хурал картишĕнче ларакан мĕнпур иудей умĕнче Варуха — Маасея ывăлĕн Нирийăн ывăлне — патăм;
(13) унтан вĕсен умĕнче Варуха çапла каларăм:
(14) Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: çак суту-илÿ хучĕсене — пичет пуснине тата пичет пусманнине — ил те тăм савăта хур, вĕсем унта вăрах вăхăт сыхланса тăма пултарччăр.
(15) Мĕншĕн тесессĕн Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: çак çĕр çинче каллех çуртсем, хирсем, иçĕм пахчисем туянма пуçлĕç, тет.
(16) Вара суту-илÿ хутне Варуха — Нирия ывăлне — парса, эпĕ Çÿлхуçана кĕлтурăм:
(17) «эй Çÿлхуçа Туррăм! аслă вăюпа, хăватлă аллупа Эсĕ тÿпепе çĕре пултарнă; Эсĕ тума пултарайманни çук;
(18) Эсĕ пинпин çынна ырăлăх кăтартатăн, ашшĕсен çылăхĕшĕн ачисене тавăратăн. Аслă та хăватлă Туррăмăр! Унăн ячĕ — Саваоф Çÿлхуçа!
(19) Унăн шухăшĕ-тĕллевĕ аслă, ĕçĕсен шучĕ те çук. Санăн куçу этем ывăлĕсенĕн пур çулне те курса тăрать, Эсĕ кашнине хăйĕн çулне кура, хăй ĕçĕн çимĕçне кура тавăрса паратăн.
(20) Вăл Египет çĕрĕнче кĕтретсемпе паллăсем кăтартнă, Эсĕ вĕсене Израильре те, пĕтĕм çын хушшинче те халичченех кăтартатăн — Эсĕ Хăвăн ятна чапа кăларнă, вăл паянхи кунчченех çавăн пек;
(21) Эсĕ Хăвăн халăхна, Израиле, Египет çĕрĕнчен паллăсемпе те кĕтретсемпе, тĕреклĕ аллупа, пысăк вăюпа сехĕрлентерсе илсе тухнă та
(22) ашшĕсене пама пулнă çак çĕре, сĕтпе пыл юхса выртакан çĕре, вĕсене панă.
(23) Вĕсем килсе кĕчĕç те ăна тытса тăра пуçларĕç, анчах Санăн сăмахна итлес темерĕç, Сан саккуну тăрăх пурăнас темерĕç, ÿкĕтÿсене итлемерĕç, çавăншăн Эсĕ вĕсем çине çак мĕнпур хĕн-хура ятăн.
(24) Акă хулана ярса илме купаланă тăпра хÿме çывăхрах ĕнтĕ, хулана ярса илĕç; вăл, — хĕçпе те выçăпа, мур чирĕпе хавшаса çитнĕскер, — хупăрласа илнĕ халдейсен аллине лекĕ; Эсĕ мĕн калани пулса пырать, халĕ çавна Хăвах куратăн.
(25) Эсĕ вара, эй Çÿлхуçа Турăçăм, мана каларăн: «хула халдейсен аллине лекнĕ вăхăтра хăвна валли хир кĕмĕлле сутăн ил те кÿнтеленсене чĕн» терĕн.
(26) Çÿлхуçаран Иеремийăна сăмах пулнă:
(27) акă Эпĕ — Çÿлхуçа, мĕнпур чĕрĕ чун Турри; Эпĕ пултарайманни мĕн те пулин пур-и?
(28) Çавăнпа Çÿлхуçа çапла калать: Эпĕ çак хулана халдейсен аллине, Вавилон патши Навуходоносор аллине паратăп, вăл ăна ярса илĕ,
(29) хулана хупăрласа тăракан халдейсем килсе кĕрĕç те хулапа унăн çурчĕсене вутпа çунтарса ярĕç, çав çуртсен тăрринче Ваала мухтаса тĕтĕретчĕç, ют турăсене эрех кÿретчĕç, çапла Мана çиллентеретчĕç.
(30) Ĕнтĕ Израиль ывăлĕсемпе Иуда ывăлĕсем çамрăкранпах Ман куçăм умĕнче усал çеç турĕç; Израиль ывăлĕсем Мана хăйсен ĕçĕсемпе çиллентерсе çеç тăчĕç, тет Çÿлхуçа.
(31) Çак хула хăйне туса лартнă кунран пуçласа паян кунчченех Мана çиллентерес те хаярлатас тенĕ пек анчах пурăнатчĕ. Çавăнпа Эпĕ ăна пăрахрăм,
(32) Израиль ывăлĕсемпе Иуда ывăлĕсен мĕнпур усал ĕçĕшĕн — вĕсем, вĕсен патшисемпе улпучĕсем, священникĕсемпе пророкĕсем, Иуда арĕсемпе Иерусалим çыннисем Мана çиллентермелли ĕçсем тунăшăн — пăрахрăм.
(33) Вĕсем Ман енне питпе мар, çурăмпа çаврăнса тăчĕç; Эпĕ хăйсене вĕрентнĕ чухне, çине-çинех вĕрентнĕ чухне вĕсем итлемерĕç, ÿкĕтленине йышăнасшăн пулмарĕç,
(34) Ман ятăмпа хисепленекен Çуртра, ăна ирсĕрлетсе, хайсен йĕрĕнчĕкĕсене лартса тухрĕç.
(35) Енном ывăлĕсен айлăмĕнче Ваал киреметне туса лартрĕç, çавăнта хăйсен ывăлĕсемпе хĕрĕсене вут-çулăм витĕр кăларса Молоха чÿклерĕç. Эпĕ вĕсене çавăн пек тума хушман, вĕсем Иудăна çылăха кĕртсе çак ирсĕр ĕçе тăвасси Ман шухăшăмра та пулман.
(36) Акă çавăнпа Çÿлхуçа, Израиль Турри, эсир: «вăл хĕçпе те выçăпа, мур чирĕпе хавшаса çитнĕрен Вавилон патшийĕн аллине лекĕ» тесе калакан çак хула çинчен халĕ çапла калать:
(37) акă Эпĕ вĕсене Хамăн çиллĕмпе, Хамăн хаярлăхăмпа, хытă тарăхнипе хуса янă çĕрсенчен пуçтарăп та çак çĕр çине каялла илсе килĕп, вĕсене шанчăклă пурăнăç парăп.
(38) Вĕсем Манăн халăхăм пулĕç, Эпĕ вĕсенĕн Турри пулăп.
(39) Вĕсене ĕмĕр тăршшĕпех Манран хăраса тăмашкăн, хăйсене, хăйсем хыççăн хăйсен ачисене ырăлăх кăтартмашкăн пĕр чĕре те пĕр çул парăп.
(40) Вĕсемпе ĕмĕрлĕх халал хывăп, вĕсенчен пăрăнмăп, вĕсене ырă тума пăрахмăп, Мана ан пăрахчăр тесе вĕсенĕн чĕрине Хамран хăраса тăмалла тăвăп.
(41) Пĕтĕм чĕремрен, пĕтĕм чунăмран вĕсене хапăл пулăп, вĕсене ырăлăх парăп, вĕсене çак çĕр çине шанчăклă вырăнаçтарăп.
(42) Çÿлхуçа ĕнтĕ çапла калать: çак халăх çине пĕтĕм пысăк усаллăха янă пекех, вĕсем çине Эпĕ хăйсем пирки каласа хунă пĕтĕм ырăлăха та ярăп.
(43) Эсир: «ку вăл — пушхир, кунта çын та, выльăх-чĕрлĕх те çук, ăна халдейсен аллине панă» теекен çак çĕр çинче вара хирсем туянма пуçлĕç;
(44) çав хирсене кĕмĕлле сутăн илĕç те суту-илÿ хучĕ çырса, пичет пусса хурĕç, кÿнтеленсене чĕнĕç — ку вăл Вениамин çĕрĕнче те, Иерусалим таврашĕнче те, Иуда хулисенче те, сăрт-ту çинчи хуласенче те, айлăмри хуласенче те, кăнтăрти хуласенче те çапла пулĕ, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ вĕсене тыткăнран каялла илсе килĕп, тет Çÿлхуçа.

33

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Иеремийăна хурал картишĕнче тытнă чухне ăна Çÿлхуçаран иккĕмĕш хут сăмах пулнă:
(2) [çĕре] пултарнă Çÿлхуçа, çĕре йĕркелесе янă-çирĕплетнĕ Çÿлхуçа, — Унăн ячĕ Çÿлхуçа, — çапла калать:
(3) Мана чĕн — Эпĕ сана хуравлăп, сана хăв пĕлменнине, пĕлме те пултарайманнине пĕлтерĕп.
(4) Çÿлхуçа, Израиль Турри, çак хула çурчĕсем çинчен, Иудея патшисен керменĕсем çинчен — тăшман хĕçĕпе ишĕлчĕк купи пуласскерсем çинчен — çапла калать:
(5) унта пурăнакансем халдейсене хирĕç çапăçма каяççĕ, хăйсен çурчĕсем вара вилепе — Хамăн çиллĕмпе, Хамăн хаярлăхăмпа пĕтерес çынсен виллисемпе — тулса ларĕç, çав çынсен пĕтĕм йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн Эпĕ çак хуларан Хамăн сăнăма пытартăм.
(6) Анчах та Эпĕ хулана сиплĕп, эмеллĕп, Эпĕ вĕсене сыватăп, вĕсене тулли тăнăçлăхпа чăнлăх çулне уçса парăп,
(7) Иудăпа Израиле тыткăнран тавăрăп, вĕсене малтанхи пекех çирĕплетĕп,
(8) вĕсем Ман умăмра çылăха кĕчĕç — Эпĕ вĕсене мĕнпур усаллăхĕнчен тасатăп, вĕсем Ман умăмра çылăха кĕчĕç, Мана хирĕç тăчĕç — Эпĕ вĕсен пĕтĕм йĕркесĕр ĕçне каçарăп.
(9) Иерусалим Маншăн хаваслă ят пулĕ, çĕр çинчи халăхсемшĕн пуриншĕн те вăл мухтавпа чап пулса тăрĕ, вĕсем Эпĕ уншăн тунă мĕнпур ырăлăх çинчен илтĕç, Эпĕ панă ырăлăхпа тăнăçлăхран тĕлĕнсе те чĕтресе ÿкĕç.
(10) Çÿлхуçа çапла калать: эсир: «вăл пуш-пушă, унта çын та, выльăх-чĕрлĕх те çук» теекен вырăнта,— пушă, çынсăр, выльăх-чĕрлĕхсĕр Иудея хулисенче, Иерусалим урамĕсенче,—
(11) каллех савăнăçпа хаваслăх сасси, кĕрÿ каччăпа çураçнă хĕр сасси янăраса тăрĕ! Кунта Турă Çуртĕнче тав парни кÿрекенсен сасси илтĕнсе тăрĕ: «Саваоф Çÿлхуçана мухтăр — Çÿлхуçа ырă, Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе!» Эпĕ çак çĕрĕн шăпине улăштарăп, пурте унчченхи пек пулĕ, тет Çÿлхуçа.
(12) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: халĕ çынсăр, выльăх-чĕрлĕхсĕр выртакан пуш-пушă вырăнта, çак мĕнпур хула таврашĕнче кĕтÿлĕхсем пулĕç, кĕтÿçĕсем унта хăйсен кĕтĕвне кантарĕç.
(13) Сăрт-ту çинчи хуласенче, айлăмри хуласенче, кăнтăрти хуласенче, Вениамин çĕрĕ çинче, Иерусалим таврашĕнче — Иудейăн пĕтĕм хули таврашĕнче — каллех кĕтÿсем çÿрĕç, вĕсем шутласа тăраканĕн алли айĕнчен тухĕç, тет Çÿлхуçа.
(14) Акă Эпĕ Израиль килĕпе Иуда килĕ çинчен каланă ырă сăмахăм вырăна килес кунсем çитĕç, тет Çÿлхуçа.
(15) Çав кунсенче, çав вăхăтра Эпĕ Давидăн сăваплă Хунавне çитĕнтерĕп, Вăл вара çĕр çинче тÿрĕ сут туса тăрĕ, тĕрĕссине тăвĕ.
(16) Çав кунсенче Иуда çăлăнса юлĕ, Иерусалим шанчăклă пурăнĕ, Ăна вара: «Пире тÿрре кăларакан Çÿлхуçа!» тесе ят парĕç.
(17) Çÿлхуçа çапла калать: Давид йăхĕнче Израиль килĕн патша пуканĕ çинче ларакан ар пĕтмĕ,
(18) левит-священниксен те Ман куçăм умĕнче ĕмĕрĕпех пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парне кÿме, тырă-пулă парни çунтарма, кулленхи парнесене кÿме ар çитменни пулмĕ, тет.
(19) Çÿлхуçаран Иеремийăна сăмах пулнă:
(20) Çÿлхуçа çапла калать: эсир Манăн кунпа хывнă халалăма, каçпа хывнă халалăма, кунпа каç хăй вăхăтĕнче килсе тăнине пăрахăçлаятăр пулсассăн,
(21) Манăн Давид чурампа хывнă халалăм та пăрахăçланĕ: унăн тăхăмĕнче патша пуканĕ çинче лараканĕ пулмĕ, Маншăн ĕçлесе тăракан левит-священниксемпе хывнă халалăм та пăрахăçланĕ.
(22) Çÿлти çара шутласа кăлараймастăн, тинĕс хăйăрне виçсе тухаймастăн — Эпĕ Давид чурамăн йăхне тата Маншăн ĕçлесе тăракан левитсене çапла йышлăлантарса ярăп, тет.
(23) Çÿлхуçаран Иеремийăна сăмах пулнă:
(24) курмастăн-им? ку халăх: «Хăй суйласа илнĕ çав икĕ йăха Çÿлхуçа пăрахрĕ» тет. Çапла вĕсем Ман халăхăма тиркеççĕ, вĕсен шучĕпе ку халăх — халăх та мар иккен.
(25) Çÿлхуçа çапла калать: Эпĕ, кунпа та каçпа халал хывнă евĕр, тÿпепе çĕр йĕркине çирĕплетнĕ евĕр,
(26) Иаков тăхăмĕсене, Хамăн Давид чурамăн тăхăмĕсене пăрахмăп: вĕсем хушшинчен Авраампа Исаак тата Иаков тăхăмĕсем валли патша суйласа илĕп! Эпĕ вĕсене тыткăнран тавăрăп, каçарăп.

34

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Вавилон патши Навуходоносорпа унăн пĕтĕм çарĕ, çĕр çинчи ăна пăхăнса тăракан мĕнпур патшалăхпа мĕнпур халăх Иерусалима тата таврари хуласене хирĕç çапăçнă вăхăтра Çÿлхуçаран Иеремийăна пулнă сăмах çакă:
(2) Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: Иудея патши Седекия патне кай та кала, кала ăна: Çÿлхуçа çапла калать, те: акă Эпĕ çак хулана Вавилон патши аллине паратăп, вăл ăна вут-çулăмпа çунтарса ярĕ;
(3) эсĕ те унран хăтăлаймăн, ун аллине лекетĕнех; эсĕ Вавилон патши умне тăрăн, вăл санпа куçа-куçăн калаçĕ, эсĕ вара Вавилона кайăн.
(4) Эппин, Седекия, Иудея патши, итле-ха Çÿлхуçа сăмахне! Çÿлхуçа сан çинчен çапла калать: эсĕ хĕç айне пулса вилмĕн;
(5) эсĕ тăнăçлăн вилĕн; аçусемшĕн,— хăвăнччен малтан пулнă ĕлĕкхи патшасемшĕн,— вĕсене пытарнă чухне ырă шăршă тĕтĕрнĕ пек, саншăн та çапла тĕтĕрĕç, саншăн та: «хуйхă çитрĕ! ах, патшамăр!» тесе хÿхлĕç, мĕншĕн тесессĕн çак сăмаха Эпĕ каларăм, тет Çÿлхуçа.
(6) Иеремия пророк Иерусалимра çак сăмахсене пурне те Седекияна, Иудея патшине, каласа панă.
(7) Çав хушăра Вавилон патшин çарĕ Иерусалима хирĕç, Иудейăн халлĕхе тĕрĕс-тĕкел юлнă хулисене хирĕç, Лахиспа Азекăна хирĕç, çапăçнă; Иудея хулисенчен ĕнтĕ çакă икĕ тĕреклĕлетнĕ хула çеç юлнă пулнă.
(9) Седекия патша пĕтĕм халăхпа, Иерусалимра юлнă пĕтĕм халăхпа, чурасене ирĕке кăларасси çинчен,— кашнийĕнех хăйĕн арçын чурипе хĕрарăм чурине, еврейпе еврей хĕрарăмне, ирĕке ярасси çинчен, никамăн та иудее, хăйĕн тăванне, чуралăхра тытма юраманни çинчен, — сăмах татнă хыççăн Çÿлхуçаран Иеремийăна сăмах пулнă.
(10) Патшапа татнă сăмахпа килĕшÿллĕн, аслă пуçлăхсем те, пĕтĕм халăх та кашниех хăйĕн арçын чурипе хĕрарăм чурине ирĕке яма килĕшнĕ, вĕсене малашне чуралăхра тытас мар тесе, вĕсене ирĕке кăларнă;
(11) анчах çавăн хыççăн, шухăшне улăштарса, ирĕке янă арçын чурасемпе хĕрарăм чурасене каялла илме тытăннă, ирĕксĕрлесех вĕсене каллех чура туса хунă.
(12) Вара Çÿлхуçаран Иеремийăна сăмах пулнă:
(13) Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: сирĕн аçăрсене Египет çĕрĕнчен, чуралăх çуртĕнчен, илсе тухсассăн, Эпĕ вĕсемпе халал хыврăм та каларăм:
(14) «çиччĕмĕш çул вĕçĕнче кашниех хăвăр тăванна, еврее, хăйне сана сутнăскере, ирĕке ярăр; вăл саншăн ултă çул ĕçлетĕр, вара ăна ирĕке яр» терĕм; анчах сирĕн аçăрсем Мана итлемерĕç, мĕн каланине хăлхине чикмерĕç.
(15) Эсир халĕ Ман умăмра ÿкĕнтĕр те питĕ тĕрĕс турăр, çывăх çыннăрсене ирĕке кăлартăр, Ман ятăмпа хисепленекен Çуртăмра Ман умăмра сăмах татрăр;
(16) анчах кайран шухăшăра улăштартăр та Манăн ята ятăр: кăмăлне кура кирек ăçта каймалла ирĕке янă чурасене каялла хăвăр патăра тавăртăр, вĕсене каллех чурасем туса хутăр.
(17) Çавăнпа Çÿлхуçа çапла калать: эсир Ман сăмахăма итлемерĕр, кашнийĕ хăйĕн тăванне, хăйĕн çывăх çыннине ирĕке ямарăр; çавăншăн Эпĕ сире, тет Çÿлхуçа, хĕç айне пулма, мур чирĕпе, выçăпа асапланма ирĕк паратăп, çĕр çинчи пĕтĕм патшалăх тăрăх тарăхтармăш пулма сапаласа яратăп;
(18) Ман умăмра пăрăва çурмаран касса ун пайĕсем хушшипе иртсе хывнă халала пăснă, халал сăмахĕсене пурăнăçламан çынсене,—
(19) касса çурнă пăру пайĕсем хушшипе утса иртнĕ Иудея улпучĕсене, Иерусалим улпучĕсене, хайрансемпе священниксене, çĕршыври мĕнпур халăха,—
(20) хăйсен тăшманĕсен аллине, вĕсенĕн чунне шыракансен аллине паратăп, вĕсен виллисем вĕçен кайăксемпе çĕр çинчи тискер кайăксен çимĕçĕ пулĕç.
(21) Иудея патшине Седекияна тата унăн улпучĕсене Эпĕ хăйсен тăшманĕсен аллине тата вĕсенĕн чунне шыракансен аллине, каялла кайнă Вавилон патши çарĕн аллине паратăп.
(22) Ман ирĕкĕмпе тăшмансем çак хула патне каялла таврăнĕç, ăна çавăрса илĕç, туртса илĕç те вут-çулăмпа çунтарса ярĕç; Иудея хулисене никам пурăнман пушхир туса хурăп, тет Çÿлхуçа.

35

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Иудея патшинче Иосия ывăлĕ Иоаким ларнă вăхăтра Çÿлхуçаран Иеремийăна пулнă сăмах çакă:
(2) Рехав ывăлĕсем патне кайса калаç, вĕсене Турă Çуртĕнчи пĕр пÿлĕме илсе кил те эрех пар.
(3) Эпĕ Иазанияна — Авациния ывăлĕн Иеремийăн ывăлне — унăн тăванĕсене, унăн пур ывăлне, Рехавăн пĕтĕм килйышне чĕнсе илтĕм те
(4) вĕсене Турă Çуртне, Анан — Турă çыннийĕн Годолия ывăлĕн — ывăлĕсен пÿлĕмне илсе кĕтĕм, çав пÿлĕм улпутсен пÿлĕмĕ çывăхĕнче, Турă Çурчĕн уратине хураллакан Маасейĕн, Селлум ывăлĕн, пÿлĕмĕ тăрринче вырăнаçнăччĕ;
(5) Рехав килĕн ывăлĕсем умне эрех тултарнă кăкшăмпа куркасем лартрăм та: эрех ĕçĕр, терĕм.
(6) Анчах вĕсем çапла каларĕç: эпир эрех ĕçместпĕр; Рехав ывăлĕ Ионадав, пирĕн аттемĕр, пире: «эсир хăвăр та, сирĕн ачăрсем те ĕмĕрне те эрех ан ĕçĕр;
(7) çурт та ан лартăр, вăрлăх та ан акăр, иçĕм пахчисем те ан ĕрчетĕр, вĕсем ан пулччăр сирĕн, ĕмĕрĕр тăршшĕпех чатăрта пурăнăр, çапла сирĕн хăвăр куçса çÿрекен çĕр çинче нумай вăхăт пурăнмалла пултăр» тесе хушса хăварнă.
(8) Эпир вара аттемĕр — Рехав ывăлĕ Ионадав — сăмахне, вăл мĕн ÿкĕтленине пур тĕлĕшрен те итлерĕмĕр: пирĕн хамăрăн та, арăмсен те, ывăлăмăрсемпе хĕрĕмĕрсен те ĕмĕрне те эрех ĕçмелле мар,
(9) хамăра пурăнма çурт лартмалла мар; ĕнтĕ пирĕн иçĕм çырли пахчи те, акнă ана та çук;
(10) пурăнасса вара чатăрта пурăнатпăр, пур ĕçе те хамăр аттемĕр Ионадав хушса хăварнă пек тăватпăр.
(11) Çак çĕр çине Вавилон патши Навуходоносор килсе кĕрсессĕн, эпир: «халдейсен çарĕнчен, арамейсен çарĕнчен Иерусалима куçса каяр» терĕмĕр, халĕ акă Иерусалимра пурăнатпăр.
(12) Çÿлхуçаран Иеремийăна сăмах пулнă:
(13) Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: кай та Иудея арĕсемпе Иерусалимра пурăнакансене кала: ара, сире çакă та ăса вĕрентмест-ши, эсир Мансăмахăмсене итлемĕр-ши? тет Çÿлхуçа.
(14) Рехав ывăлĕ Ионадав хăйĕн ывăлĕсене эрех ĕçме хушман ÿкĕте тытса пырса вĕсем паян кунччен те эрех ĕçмеççĕ, мĕншĕн тесессĕн ашшĕ хушса хăварнине итлеççĕ; Эпĕ вара сире пĕр чарăнмасăр, çине-çинех каларăм, эсир пурĕпĕр Мана итлемерĕр.
(15) Сирĕн патăра Эпĕ Хамăн чурамсене, пророксене, çине-çинех ярса тăтăм, каларăм сире: «кашнийĕ усал çулăртан пăрăнăр, юсанăр, урăх турăсен ирĕкне тăвас тесе вĕсем хыççăн ан кайăр, вара Эпĕ сире тата сирĕн аçăрсене панă çĕр çинче пурăнатăр» терĕм, анчах эсир çакна хăлхана чикмерĕр, Мана итлемерĕр.
(16) Рехав ывăлĕн Ионадавăн ачисем ашшĕ каласа хăварнă ÿкĕте итлеççĕ, Мана вара çак халăх итлемест,
(17) çавăншăн Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: акă Эпĕ Иудея çине, Иерусалимра пурăнакансем çине вĕсем пирки Хам каласа хунă пĕтĕм хĕн-хура ярăп, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ вĕсене каларăм — вĕсем итлемерĕç, чĕнтĕм — вĕсем хирĕç чĕнмерĕç.
(18) Рехав килне вара Иеремия çапла каланă: Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: эсир Ионадав аçăр сăмахне итленĕшĕн, унăн ÿкĕчĕсене пĕтĕмпех вăл хушнă пек тытса пынăшăн,
(19) çакăншăн, тет Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, Рехав ывăлĕн Ионадавăн йăхĕ нихăçан та Ман умăмран çухалмĕ.

36

(1) Иоаким — Иосия ывăлĕ, Иудея патши — тăваттăмĕш çул патшара ларнă чухне Çÿлхуçаран Иеремийăна çакăн пек сăмах пулнă:
(2) хут чĕркемĕ ил те ун çине Эпĕ сана Израильпе Иуда çинчен, пур халăх çинчен мĕн каланине — Иосия кунĕсенчен пуçласа паянхи кунччен каланă сăмахсене — çырса хур;
(3) тен, Иуда килĕ Эпĕ вĕсене мĕнешкел хĕн-хур кăтартма шухăшласа хуни çинчен ăнланса илĕ те, кашнийĕ хăйĕн усал çулĕнчен пăрăнĕ, вара Эпĕ вĕсен тĕрĕс мар ĕçĕсене, вĕсен çылăхĕсене каçарăп.
(4) Иеремия вара Варуха, Нирия ывăлне, чĕнсе илнĕ, Иеремия ăна Çÿлхуçа сăмахне каласа тăнă, Варух çав мĕнпур сăмаха хут чĕркемĕ çине çырса хунă.
(5) Иеремия Варуха хытарсах каланă: мана Турă Çуртне кĕме чарнă;
(6) çавăнпа кай та хут чĕркемĕ çине çырса хунине — эпĕ каланă Çÿлхуçа сăмахĕсене — типĕ тытнă кун Çÿлхуçа Çуртĕнче халăх илтмелле, хăйсен хулисенчен килнĕ мĕнпур иудей илтмелле вуласа пар;
(7) тен, вĕсем Çÿлхуçа умĕнче йăвашшăн йăлăнĕç те, кашнийĕ хăйĕн усал çулĕнчен пăрăнĕ: Çÿлхуçа çак халăх валли питех те пысăк çилĕпе хаярлăх хатĕрленĕ, тенĕ.
(8) Варух, Нирия ывăлĕ, Иеремия пророк хут чĕркемĕ çине çырса хунă Çÿлхуçа сăмахĕсене вуласа пама хушнине пĕтĕмпех тунă.
(9) Иоаким — Иосия ывăлĕ, Иудея патши — пиллĕкĕмĕш çул патшара ларнă чухне, тăххăрмĕш уйăхра, Çÿлхуçа умĕнче Иерусалимри пĕтĕм халăха тата Иерусалима Иудея хулисенчен килнĕ пĕтĕм халăха типĕ тытасси çинчен пĕлтернĕ.
(10) Варух ĕнтĕ Çÿлхуçа Çуртĕнче, Сафан ывăлĕ Гемария çыруçăн пÿлĕмĕнче, Турă Çурчĕн çĕнĕ хапхи патĕнче, çÿлти картишĕнче, Иеремия сăмахĕсене пĕтĕм халăх илтмелле вуласа панă.
(11) Михей — Сафан ывăлĕн Гемариян ывăлĕ — хут чĕркемĕ çине çырса хунă Çÿлхуçа сăмахĕсене пĕтĕмпех илтнĕ,
(12) вăл патша керменне, çыруçăсен пÿлĕмне, аннă, çав вăхăтра унта аслă пуçлăхсем ларнă: патша çыруçи Елисам, Семаия ывăлĕ Делаия, Ахбор ывăлĕ Елнафан, Сафан ывăлĕ Гемария, Анания ывăлĕ Седекия тата ытти пуçлăхсем те;
(13) Михей вара вĕсене Варух хут чĕркемĕ тăрăх халăх илтмелле вуласа панă мĕнпур сăмаха каласа панă.
(14) Çавăн хыççăн пуçлăхсем Иегудие — Хусия ывăлĕ Селемия ывăлĕн Нафанийăн ывăлне — Варух патне: «ху халăх илтмелле вуласа панă чĕркеме кунта илсе кил» тесе калама янă. Нирия ывăлĕ Варух хут чĕркемне вĕсем патне илсе пынă.
(15) Вĕсем ăна: лар та пире те вуласа пар, тенĕ. Варух вĕсене вуласа панă.
(16) Çав сăмахсене пĕтĕмпе итлесе пĕтерсессĕн, вĕсем пĕр-пĕрин çине хăраса пăхса илнĕ те Варуха каланă: эпир çак сăмахсене патшана каласа кăтартатпăрах, тенĕ.
(17) Вĕсем Варухран çапла ыйтнă: кала-ха, эсĕ çакна мĕнле çыртăн — хăй каланинех-и?
(18) Варух вĕсене каланă: хăй каланинех, вăл çак сăмахсене каласа тăчĕ, эпĕ çавна çак хут чĕркемĕ çине хурапала çырса хутăм, тенĕ.
(19) Ун хыççăн пуçлăхсем Варуха каланă: эсĕ те, Иеремия та кайса пытанăр, эсир ăçтине никам та ан пĕлтĕр, тенĕ.
(20) Вĕсем вара патша патне кермене кайнă, хут чĕркемне патша çыруçин Елисамăн пÿлĕмне хăварнă, вĕсем патшана çак сăмахсене пĕтĕмпех каласа панă.
(21) Патша Иегудие хут чĕркемне илсе килме хушса янă, Иегудий çав хут чĕркемне патша çыруçин Елисамăн пÿлĕмĕнчен илсе килнĕ; унтан Иегудий ăна патшана, патша умĕнче тăракан улпутсене вуласа панă.
(22) Патша ун чухне, тăххăрмĕш уйăхра, хĕллехи çуртра ларнă, ун умĕнче вучахра кăвар çуннă.
(23) Иегудий виçĕ-тăватă сыпăк вуласа пĕтерсен, патша çавна çыру çĕççипе каса-каса илнĕ те вучаха пăрахнă, çапла хут чĕркемне нимĕн юлмиччен кăвар çине пăрахса çунтарса янă.
(24) Çав сăмахсене илтнĕ патша та, унăн тарçисем те хăраса ÿкмен, хăйсен тумтирне туртса çурман.
(25) Елнафанпа Делаия тата Гемария çеç патшана хут чĕркемне ан çунтар тесе ÿкĕтлесе тăнă, анчах вăл вĕсене итлемен.
(26) Патша вара патша ывăлне Иерамеила, Азриил ывăлне Сераияна тата Авдиил ывăлне Селемияна Варух çыруçăпа Иеремия пророка ярса тытма хушнă, анчах Çÿлхуçа вĕсене пытарса хăварнă.
(27) Патша хут чĕркемне, Варух çырса хунă Иеремия сăмахĕсене, çунтарса янă хыççăн Çÿлхуçаран Иеремийăна сăмах пулнă, Вăл ăна çапла каланă:
(28) урăх чĕркем ил те унта Иудея патши Иоаким çунтарса янă малтанхи хут чĕркемĕнче пулнă унчченхи сăмахсене пурне те çырса хур;
(29) вара Иудея патшине Иоакима кала: Çÿлхуçа çапла калать, те: эсĕ çак хут чĕркемне çунтарса ярса, «Иеремия, мĕншĕн эсĕ унта Вавилон патши пурпĕрех килет те çак çĕре тустарса хăварать, çынсене те, выльăх-чĕрлĕхе те вĕлерсе пĕтерет тесе çыртăн?» терĕн;
(30) Çÿлхуçа çавăншăн Иудея патши Иоаким пирки çапла калать: унăн йăхĕнчен Давидăн аслă пуканĕ çинче ларакан пулмĕ, унăн виллине кăнтăрлахи шăрăха та çĕрлехи сивве пăрахĕç;
(31) Эпĕ ун патне, унăн тăхăмĕ патне, унăн тарçисем патне вĕсенĕн тĕрĕсмарлăхне пырса пăхăп та вĕсем çине, Иерусалимра пурăнакансем çине тата Иудея çыннисем çине хĕн-асап ярăп. Эпĕ вĕсене çакăн çинчен каласа хунăччĕ, анчах вĕсем итлемерĕç.
(32) Иеремия ĕнтĕ тепĕр хут чĕркемĕ илсе ăна Нирия ывăлне Варух çыруçăна панă та, лешĕ вара Иудея патши Иоаким вутçулăмра çунтарса янă хут чĕркемĕнчи Иеремия каласа тăнă сăмахсене пурне те çырса хунă; вĕсем çумне тата çавăн йышши сăмах та чылаях хушăннă.

37

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Иоаким ывăлĕ Иехония вырăнне патшана Иосия ывăлĕ Седекия ларнă, ăна Вавилон патши Навуходоносор Иудея çĕрĕн патши пулма лартнă.
(2) Вăл хăй те, унăн тарçисем те, çĕршыври халăх та Çÿлхуçа сăмахĕсене — Иеремия пророк урлă каланă сăмахсене — итлемен.
(3) Седекия патша Селемия ывăлне Иегухала тата Маасея ывăлне Софония священника Иеремия пророк патне: пирĕншĕн Çÿлхуçа Туррăмăра кĕлту, тесе калама янă.
(4) Иеремия вăл вăхăтра халăх хушшинче ирĕклĕн тухса-кĕрсе çÿренĕ, мĕншĕн тесессĕн ăна тĕрме çуртне хупман пулнă-ха.
(5) Çав хушăра фараон çарĕ Египетран тапранса тухнă, Иерусалима хупăрласа тăракан халдейсем вара, çавна илтсессĕн, Иерусалим патĕнчен пăрахса кайнă.
(6) Çавăн чухне Çÿлхуçаран Иеремия пророка сăмах пулнă:
(7) Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: сире Ман патăма ыйтма янă Иудея патшине çапла калăр: акă сире пулăшма тухнă фараон çарĕ хăйĕн çĕрне, Египета, таврăнать;
(8) халдейсем вара татах килĕç те çак хулана хирĕç çапăçĕç, ăна туртса илсе вутпа çунтарса ярĕç.
(9) Çÿлхуçа çапла калать: «халдейсем пирĕнтен пурĕпĕрех хăпĕç-ха» тесе хăвăра хăвăр ан улталăр: вĕсем хăпас çук;
(10) эсир хăвăра хирĕç çапăçакан халдейсен пĕтĕм çарне çапса аркатас пулсан та, вĕсенĕн аманнисем çеç юлас пулсан та, вĕсем те пулин кашнийĕ хăйĕн чатăрĕнчен тухса çак хулана çунтарса янă пулĕччĕç.
(11) Халдейсен çарĕ фараон çарĕнчен чакса Иерусалим патĕнчен пăрахса кайнă вăхăтра
(12) Иеремия Иерусалимран Вениамин çĕрне каясшăн пулнă — хуларан халăхпа пĕрле тарнă.
(13) Анчах Вениамин хапхи патне çитсессĕн ăна Анания ывăлĕн Селемиян Иреия теекен ывăлĕ, унта хурал пуçлăхĕ пулнăскер, тытса чарнă та: эсĕ халдейсем патне тарса каясшăн! тенĕ.
(14) Иеремия каланă: ку — суя; эпĕ халдейсем патне тарса каясшăн мар, тенĕ. Анчах Иреия ăна итлемен, ярса тытнă та Иеремийăна пуçлăхсем патне илсе кайнă.
(15) Иеремийăна тарăхса çитнĕ пуçлăхсем ăна хĕнесе пĕтернĕ, унтан Ионафан çыруçă çуртне, тĕрме туса хунăскере, хупса лартнă.
(16) Иеремия çапла çĕр айĕнчи тĕрмене лексе унта нумай кун ирттернĕ хыççăн
(17) Седекия патша ун патне çынсем янă та ăна хăй патне илсе килме хушнă. Иеремийăна патша керменне илсе пынă. Патша унран вăрттăн ыйтнă: Çÿлхуçаран сăмах пулмарĕ-и? тенĕ. Иеремия: пулчĕ, тенĕ. Тата каланă: эсĕ Вавилон патшийĕн аллине лекетĕн, тенĕ.
(18) Седекия патшана Иеремия тата çапла каланă: эпĕ сан умăнта, сан тарçусем умĕнче, çак халăх умĕнче мана тĕрмене хупмалăх мĕн çылăха кĕтĕм-ха?
(19) тата: «Вавилон патши пире хирĕç, çак çĕре хирĕç каймасть» тесе пророкла каласа çÿренĕ пророкăрсем ăçта сирĕн?
(20) Эй патша хуçамăм, халĕ мана итле, эпĕ йăлăнни сан умна ÿктĕр; мана каялла Ионафан çыруçă çуртне ан яр, унта вилес марччĕ манăн.
(21) Седекия патша вара Иеремийăна хурал çуртĕнче хупса усрама хушнă; унта ăна çăкăр пĕçерекенсен урамĕнчен хулара çăкăр пĕтсе çитичченех кунне пĕрер пашалу парса тăнă. Çапла вара Иеремия хурал çуртĕнче юлнă.

38

(1) Матфан ывăлĕ Сафатия, Пасхор ывăлĕ Годолия, Селемия ывăлĕ Юхал тата Малхия ывăлĕ Пасхор Иеремия халăха çак сăмахсене каланине илтнĕ:
(2) Çÿлхуçа çапла калать: çак хулара юлакансем хĕçпе, выçăпа, мур чирĕпе вилсе пĕтĕç, халдейсем патне тухакансем вара чĕрĕ юлĕç, пурăнăçĕ тупăш вырăнне пулĕ те вĕсене, вĕсем пурăнĕç.
(3) Çÿлхуçа çапла калать: çак хула пурĕпĕрех Вавилон патши çарĕн аллине лекĕ, вăл ăна туртса илĕ, тет.
(4) Пуçлăхсем вара патшана каланă: ку çынна вĕлерес пулать — вăл, çакăн пек сăмахсем каласа, çак хулара юлнă çар çыннисене тата пĕтĕм халăха хавшатать; ку çын çак халăха ырă сунмасть, усал сунать, тенĕ.
(5) Седекия патша çапла каланă: вăл — сирĕн аллăрта, патша сирĕн кăмăлăра хирĕç нимĕн те тăваймасть, тенĕ.
(6) Вара Иеремийăна ярса тытнă та патша ывăлĕн Малхийăн хурал картишĕнчи шыв тытмалли шăтăка янă, Иеремийăна унта вĕрен вĕççĕн антарнă; çав шăтăкра шыв пулман, пылчăк анчах пулнă, Иеремия пылчăк ăшне путсах ларнă.
(7) Авдемелех — эфиоп, патша керменĕнчи хайран — Иеремийăна шăтăка лартни çинчен илтнĕ; патша çав вăхăтра Вениамин хапхи умĕнче ларнă.
(8) Авдемелех патша керменĕнчен тухнă та патшана каланă:
(9) эй патша хуçамăм! çак çынсем Иеремия пророка шăтăка пăрахса усал ĕç турĕç; вăл унта выçă вилет: хулара текех çăкăр юлмарĕ, тенĕ.
(10) Патша вара Авдемелех эфиопа çапла хушнă: хăвăнпа пĕрле çакăнтан вăтăр çын ил те Иеремия пророка вилсе кайиччен шăтăкран туртса кăлар, тенĕ.
(11) Авдемелех хăйпе пĕрле çынсем илнĕ те патша керменĕнчи кĕлете кĕрсе, унтан кивелнĕ тумтирпе юрăхсăр çĕтĕк-çурăк илсе çавна вĕрен вĕççĕн Иеремийăна шăтăка антарса панă.
(12) Авдемелех эфиоп Иеремийăна çапла каланă: çак кивĕ тумтирпе юрăхсăр çĕтĕк-çурăка хул хушшине, вĕрен айне, майлаштарса хур, тенĕ. Иеремия çапла тунă.
(13) Иеремийăна вара шăтăкран вĕренпе туртса кăларнă; Иеремия хурал картишĕнче юлнă.
(14) Çавăн хыççăн Седекия патша Иеремия пророка хăй патне чĕнтерсе илнĕ, Турă Çурчĕн виççĕмĕш алăкĕ патĕнче патша Иеремийăна каланă: эпĕ санран пĕр япала ыйтатăп; эсĕ манран нимĕн те ан пытар, тенĕ.
(15) Иеремия Седекияна каланă: эпĕ сана уççăн каласа парсан, эсĕ мана вĕлерттермĕн-и? эпĕ сана канаш парсан та, эсĕ мана итлемĕн, тенĕ.
(16) Седекия патша вара Иеремийăна вăрттăн тупа тунă: пире пурăнăç панă Çÿлхуçа чĕрĕ, сана вĕлермĕп, сана чунна шыракансенĕн аллине те памăп, тенĕ.
(17) Иеремия ĕнтĕ Седекия патшана çапла каланă: Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: эхер те эсĕ Вавилон патшин çулпуçĕсем патне тухсассăн, санăн чуну чĕрĕ юлĕ, çак хула та вутра çунса каймĕ, эсĕ чĕрĕ юлăн, килÿ те сыхланса юлĕ;
(18) эхер те Вавилон патшин çулпуçĕсем патне тухмасассăн, çак хула халдейсен аллине лекĕ, вĕсем ăна вутпа çунтарса ярĕç, эсĕ ху та вĕсен аллинчен хăтăлаймăн, тенĕ.
(19) Седекия патша вара Иеремийăна çапла каланă: эпĕ халдейсем енне куçнă иудейсенчен хăратăп. Халдейсем мана çавсен аллине тытса парсассăн, вĕсем мана мăшкăлласа пĕтерĕç, тенĕ.
(20) Иеремия каланă: тытса памаççĕ; эсĕ Çÿлхуçа сăмахне — мана каланă сăмаха — итле, сана лайăх пулĕ, санăн чуну чĕрĕ юлĕ.
(21) Эхер те эсĕ халдейсем патне тухас мар тетĕн пулсассăн, мана Çÿлхуçа уçса панă сăмах çакăн пек:
(22) акă Иудея патшин керменĕнче тăрса юлнă мĕнпур арăма Вавилон патшин çулпуçĕсем патне илсе кайĕç, çав арăмсем вара çапла калĕç: «тусусем хĕтĕртрĕç сана, хăйсем майлă çавăрчĕç; шурлăха путрăн та — пăрахса тарчĕç сана».
(23) Санăн мĕнпур арăмна, мĕнпур ачуна халдейсем патне илсе кайĕç, эсĕ хăв та вĕсен аллинчен хăтăлаймăн, сана Вавилон патшийĕн аллине тытса парĕç, вара çак хулана вут-çулăмпа çунтарса ямалла тăвăн.
(24) Седекия Иеремийăна каланă: çак сăмахсене никам та пĕлмелле мар, вара эсĕ вилмĕн;
(25) эхер те пуçлăхсем эпĕ санпа калаçнине илтсессĕн, сана вĕсем: «кала-ха, эсĕ патшана мĕн каларăн, тата патша сана мĕн каларĕ — пирĕнтен ан пытар, вара сана вĕлерттермĕпĕр» тесессĕн,
(26) вĕсене çапла кала: «эпĕ патша умĕнче вăл мана каялла Ионафан çуртне ан ятăрччĕ, унта вилес марччĕ манăн тесе йăлăнтăм» те.
(27) Пуçлăхсем Иеремия патне пынă та унран тĕпчесе ыйтма пуçланă, Иеремия вĕсене патша калама хушнă пекех каланă, пуçлăхсем вара урăх нимĕн те ыйтман: вĕсем çав калаçу мĕн çинчен пулнине пĕлмен-çке.
(28) Иеремия хурал картишĕнче Иерусалима ярса илес кун çитичченех юлнă. Ĕнтĕ Иерусалима ярса илнĕ.

39

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Седекия тăххăрмĕш çул Иудея патшинче ларнă чухне, вуннăмĕш уйăхра, Вавилон патши Навуходоносор хăйĕн мĕнпур çарĕпе Иерусалим патне çитнĕ те ăна хупăрласа илнĕ.
(2) Седекия вунпĕрмĕш çул патшара ларнă чухне вара, тăваттăмĕш уйăхра, уйăхăн тăххăрмĕш кунĕнче, хула хÿмине çĕмĕрсе кĕнĕ.
(3) Вавилон патшийĕн пуçлăхĕсем Самгар çынни Нергал-Шарецер, хайрансен пуçлăхĕ Нево Сарсехим, асамçăсен пуçлăхĕ Нергал-Шарецер тата Вавилон патшийĕн ытти пуçлăхĕсем те пурте хулана кĕрсе кайнă та Вăтам хапха умĕнче вырăнаçса ларнă.
(4) Вĕсене курсассăн, Иудея патши Седекия тата пĕтĕм çар çынни тарса хăтăласшăн пулнă, вĕсем çĕрле патша сачĕ тĕлĕпе иртсе икĕ хÿме хушшинчи хапхаран тухнă та айлăмри çулпа кайнă.
(5) Анчах халдейсен çарĕ вĕсене хыçран хăваланă; Седекияна Иерихон айлăмĕнче хăваласа çитнĕ; ăна ярса тытнă та Вавилон патши Навуходоносор патне Ривла хулине, Емаф çĕрне, илсе кайнă, Навуходоносор Седекияна çавăнта сут тунă.
(6) Вавилон патши Ривла хулинче Седекия куçĕ умĕнчех унăн ывăлĕсене чиксе пăрахнă, Вавилон патши Иудея улпучĕсене те пурне те чике-чике вĕлернĕ;
(7) ĕнтĕ Седекиян куçне чиксе шăтарнă, вара, тăлласа, ăна Вавилона хăваласа кайнă.
(8) Патша керменне те, ахаль çынсен çурчĕсене те халдейсем вутпа çунтарса янă, Иерусалим хÿмине çĕмĕрсе тăкнă.
(9) Хулара тăрса юлнă халăха, хăй патне тарса пынисене тата ытти çынсене Навузардан, сыхлавçăсен пуçлăхĕ, Вавилона куçарса кайнă.
(10) Питех те чухăннисене сыхлавçăсен пуçлăхĕ Навузардан Иудея çĕрĕнчех хăварнă, вăл çавăн чухнех вĕсене иçĕм çырли пахчисемпе хирсем панă.
(11) Иеремия пирки вара Вавилон патши Навуходоносор сыхлавçăсен пуçлăхне Навузардана çакăн пек тума хушнă:
(12) ăна илсе кил те тăрăш уншăн, нимĕн япăххи те ан ту, хăй сана мĕн каланине туса тăр, тенĕ.
(13) Сыхлавçăсен пуçлăхĕ Навузардан, хайрансен пуçлăхĕ Навузазван, асамçăсен пуçлăхĕ Нергал-Шарецер тата Вавилон патшийĕн ытти пуçлăхĕсем çын янă та
(14) Иеремийăна хурал картишĕнчен илсе килтернĕ, ăна Сафан ывăлĕн Ахикамăн ывăлне Годолийăна килне ăсатса яма хушнă. Иеремия вара халăх хушшинчех юлнă.
(15) Хурал картишĕнче хупса усранă чухне Иеремийăна Çÿлхуçаран сăмах пулнă:
(16) кай та Авдемелех эфиопа кала: Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать, те: халĕ Эпĕ çак хула çинчен Хам мĕн каланине вырăна килтерĕп, анчах ырри мар, усалли лекĕ вĕсене, эсĕ ăна çав кунах курăн;
(17) анчах çав кун Эпĕ сана çăлса хăварăп, тет Çÿлхуçа, эсĕ ху хăракан çынсен аллине лекмĕн.
(18) Эпĕ сана çăлса хăварăп, эсĕ хĕç айне пулса вилмĕн, пурăнăçу сана тупăшу вырăнне юлĕ, мĕншĕн тесессĕн эсĕ Мана шанса тăтăн, тенĕ Çÿлхуçа.

40

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Навузардан, сыхлавçăсен пуçлăхĕ, сăнчăрланă Иеремийăна тыткăна лекнĕ, Вавилона куçарса каймалли халăх хушшинче — Иерусалимпа Иудея çыннисем хушшинче — шыраса тупса Рама хулинчен ирĕке кăларса янă хыççăн Иеремийăна Çÿлхуçаран пулнă сăмах.
(2) Иеремийăна сыхлавçăсен пуçлăхĕ патне илсе пынă, лешĕ Иеремийăна çапла каланă: санăн Çÿлхуçа Турру çак вырăна хĕн-асап çитесси çинчен каласа хунă,
(3) халĕ ĕнтĕ Çÿлхуçа мĕн каланине тунă, пурăнăçланă, мĕншĕн тесессĕн эсир Çÿлхуçа умĕнче çылăха кĕнĕ, Унăн сăмахне итлемен, çавăншăн сире çак хĕн-асап çитнĕ те.
(4) Акă сана паян аллуна тăхăнтартнă сăнчăртан хăтаратăп: кăмăлу пулсан манпа пĕрле Вавилона пыр, эпĕ саншăн тăрăшăп; манпа пĕрле Вавилона пырас темесессĕн — юлах вара. Акă пĕтĕм çĕр сан умăнта: кăмăлу ăçта туртать, ăçта каяс тетĕн, çавăнта кай.
(5) Кунта юлас тесессĕн Годолия патне — Сафан ывăлĕн Ахикамăн ывăлĕ патне — кай, ăна Вавилон патши Иудея хулисен пуçлăхĕ туса хучĕ, ĕнтĕ унпа пĕрле халăх хушшинче юл; е кăмăлу ăçта туртать, çавăнта кай, тенĕ. Сыхлавçăсен пуçлăхĕ ăна апат-çимĕç, парне панă та ирĕке янă.
(6) Иеремия вара Ахикам ывăлĕ Годолия патне Массифа хулине кайнă, ун патĕнче, çĕршыврах хăварнă халăх хушшинче пурăннă.
(7) Çар пуçлăхĕсем, хăйсен çыннисемпе пĕрле пушхире тарса пытаннăскерсем, Вавилон патши Ахикам ывăлне Годолийăна çĕршыв пуçлăхне лартнине, ăна Вавилона куçарса кайман арçынсемпе хĕрарăмсене, ачасене — çĕршыври чи чухăн çынсене — шанса панине пĕлнĕ ĕнтĕ.
(8) Вара Годолия патне Массифа хулине хăйсен çыннисемпе пĕрле Нафания ывăлĕ Исмаил, Карей ывăлĕсем Иоананпа Ионафан, Фанасмеф ывăлĕ Сераия, Нетофафа хулинчен Офи ывăлĕсем тата Махафа ывăлĕ Иезония çитнĕ.
(9) Годолия — Сафан ывăлĕн Ахикамăн ывăлĕ — вĕсене, вĕсен çыннисене шантарса çапла каланă: халдейсене пăхăнса пурăнма ан хăрăр, çак çĕр çинче юлăр та Вавилон патшине пăхăнса пурăнăр, сире лайăх пулĕ;
(10) эпĕ вара Массифа хулинчех юлăп та хамăр патăмăра килсе çÿрекен халдейсем умĕнче халăх ячĕпе калаçăп; эсир эрех, çуллахи çимĕçсем, çу пуçтарăр, вĕсене хăвăр савăтăрсене тултарăр, хăвăр йышăннă хулăрсенче пурăнăр, тенĕ.
(11) Моав çĕрĕнчи, Аммон ывăлĕсен çĕрĕнчи, Идумейăри тата ытти çĕршывсенчи иудейсем те Вавилон патши иудейсен пĕр пайне хăварса вĕсен пуçлăхĕ пулма Сафан ывăлĕн Ахикамăн ывăлне Годолийăна лартни çинчен илтнĕ;
(12) вара çак иудейсем пурте хăйсене хăваласа янă вырăнсенчен Иудея çĕрне Годолия патне Массифа хулине таврăннă, вĕсен ĕнтĕ çуллахи çимĕçĕ те, эрехĕ те ытлă-çитлĕ пулнă.
(13) Çав хушăра Карей ывăлĕ Иоанан тата пушхире пытаннă çар пуçлăхĕсем Годолия патне Массифа хулине пынă та
(14) ăна каланă: эсĕ Аммон ывăлĕсенĕн патши Ваалис кунта Исмаила, Нафания ывăлне, сана вĕлерме янине пĕлетĕн-и? тенĕ. Анчах Ахикам ывăлĕ Годолия вĕсене ĕненмен.
(15) Вара Иоанан, Карей ывăлĕ, Массифа хулинче Годолийăна вăрттăн каланă: ирĕк пар мана, эпĕ Нафания ывăлне Исмаила кайса вĕлеретĕп, çавна никам та пĕлмĕ; мĕншĕн-ха вăл сана вĕлерессе кĕтсе тăмалла, мĕншĕн-ха сан патна пухăннă иудейсене саланса кайма, Иудăн юлашки йышне пĕтме памалла? тенĕ.
(16) Анчах Годолия — Ахикам ывăлĕ — Каывăлне Иоанана çапла каланă: пек ан ту, Исмаил пирки эсĕ тĕрĕс мар калатăн, тенĕ.

41

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Çиччĕмĕш уйăхра çапла пулнă: патша йăхĕнчен тухнă Исмаил — Елисам ывăлĕн Нафанийăн ывăлĕ — тата патша улпучĕсемпе тепĕр вунă çын Ахикам ывăлĕ Годолия патне Массифăна пынă, унта, Массифăра, пурте пĕрле ларса апат-çимĕç çинĕ.
(2) Акă Нафания ывăлĕ Исмаил тата унпа пĕрле пынă вунă çын сасартăк сиксе тăнă та Сафан ывăлĕн Ахикамăн ывăлне, Вавилон патши çĕршыв пуçлăхĕ пулма лартнă Годолийăна, хĕçпе касса вĕлернĕ.
(3) Исмаил тата Годолийăпа пĕрле Массифăра пулнă мĕнпур иудее те, унта тăракан халдейсене те — çар çыннисене — вĕлерсе пĕтернĕ.
(4) Годолийăна вĕлерсен тепĕр кунне, çакăн çинчен никам та пĕлмен вăхăтра,
(5) Сихемрен, Силомран тата Самарирен сухалне хырнă, çĕтĕк-çурăк тăхăннă, суранланса пĕтнĕ сакăрвунă çын çитнĕ, вĕсем Çÿлхуçа Çуртне кÿмешкĕн парнесемпе ливан илсе килнĕ.
(6) Исмаил, Нафания ывăлĕ, Массифăран вĕсене хирĕç тухса йĕре-йĕре утса пынă, вĕсене тĕл пулсассăн çапла каланă: Ахикам ывăлĕ Годолия патне кайăр.
(7) Лешĕсем хула варрине çитсенех Нафания ывăлĕпе Исмаилпа унăн çыннисем вĕсене вĕлерсе тухнă та виллисене шыв тытмалли шăтăка пăрахнă.
(8) Çав сакăрвунă çынран вуннăшĕ Исмаила тархасланă: пире ан вĕлер, хирте пирĕн тулăпа урпа, çупа пыл пытарнă кĕлетсем пур, тенĕ. Исмаил вара хăйне хăй тытса чарнă та вĕсене ытти тăванĕсемпе пĕрле вĕлермен.
(9) Годолийăна пула вĕлернĕ çынсен виллисене пăрахнă шăтăка Аса патша Израиль патшинчен Ваасăран хăранипе тутарнă пулнă; ĕнтĕ унта Нафания ывăлĕ Исмаил вилнĕ çынсене пăрахса тултарнă.
(10) Исмаил вара Массифăра тăрса юлнă пĕтĕм халăха, патша хĕрĕсене, Массифăри мĕнпур çынна, — вĕсене Навузардан, сыхлавçăсен пуçлăхĕ, Ахикам ывăлне Годолийăна шанса панă пулнă, — тыткăна илнĕ; Исмаил вĕсене тыткăна илнĕ те Аммон ывăлĕсем патне çул тытнă.
(11) Анчах та Карей ывăлĕ Иоанан тата унпа пĕрле пулнă çарпуçсем Нафания ывăлĕ Исмаил тунă усал ĕçсем çинчен илтсессĕн
(12) хăйсен пĕтĕм çыннине илнĕ те Нафания ывăлне Исмаила хирĕç çапăçма кайнă, ăна Гаваонра, пысăк пĕве хĕрринче, хăваласа çитнĕ.
(13) Ĕнтĕ Исмаил аллине лекнĕ халăх Карей ывăлне Иоанана, унпа пĕрле килнĕ çарпуçсене курсассăн савăнса ÿкнĕ;
(14) вара Исмаил Массифăран илсе тухнă халăх каялла çаврăннă та Карей ывăлĕ Иоанан ушкăнне хутшăннă;
(15) Нафания ывăлĕ Исмаил вара хăйĕн сакăр çыннипе пĕрле Иоананран тарса Аммон ывăлĕсем патне кайнă.
(16) Çавăн чухне Карей ывăлĕ Иоанан, унпа пĕрле пулнă çарпуçсем Исмаил, Нафания ывăлĕ, Ахикам ывăлне Годолийăна вĕлернĕ хыççăн Массифăран хăваласа тухнă пĕтĕм халăха — арçынсене, çар çыннисене, хĕрарăмсемпе ачасене, хайрансене — Гаваонран хăйсемпе пĕрле илсе кайнă;
(17) кайсан-кайсан Вифлеем çывăхĕнчи Химам ялĕнче чарăнса тăнă, унтан вĕсем Египета
(18) халдейсенчен хăпса каясшăн пулнă, мĕншĕн тесессĕн вĕсенчен хăранă; хăрасси Исмаил — Нафания ывăлĕ — Ахикам ывăлне Годолийăна, Вавилон патши çĕршыв пуçлăхĕ пулма лартнăскере, вĕлернинчен килнĕ.

42

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Мĕнпур çарпуçĕ, Карей ывăлĕ Иоанан, Гошаия ывăлĕ Иезания, пĕтĕм халăх — кĕçĕннинчен пуçласа пысăккине çитиех — пынă та
(2) Иеремия пророка каланă: эпир ыйтни сан умна ÿктĕр, хăвăн Çÿлхуçа Турруна пирĕншĕн, çак йăлкăмшăн, кĕлтусамччĕ: ĕнтĕ хăвах куратăн — эпир нумай çынран сахаллăн тăрса юлтăмăр,
(3) Çÿлхуçа Турру пире утмалли çула тата мĕн тумаллине кăтарттăрччĕ, тенĕ.
(4) Иеремия пророк вĕсене каланă: илтрĕм, эсир каланă пек, сирĕн Çÿлхуçа Туррăра кĕлтăвăп, Çÿлхуçа мĕн каланине сире пĕлтерĕп, пĕр сăмахне те пытармăп, тенĕ.
(5) Вĕсем Иеремийăна каланă: пирĕн хушшăмăрта Çÿлхуçа шанчăклă кÿнтелен пултăр — эпир санăн Çÿлхуçа Турру пире сан урлă мĕн каланине чăн-чăнах туса пырăпăр:
(6) лайăх пулĕ-и, япăх пулĕ-и çавă — эпир Çÿлхуçа Туррăмăр сăмахне итлĕпĕр, сана çавăнта Ун патне яратпăр; Çÿлхуçа Туррăмăра итлесессĕн пире лайăх пулĕ.
(7) Вунă кун иртсессĕн Иеремийăна Çÿлхуçаран сăмах пулнă.
(8) Иеремия вара хăй патне Карей ывăлне Иоанана, унпа пĕрле пулнă çарпуçсене, пĕтĕм халăха — кĕçĕннинчен пуçласа пысăккине çитиех — чĕнсе илнĕ те
(9) вĕсене каланă: эсир мана Çÿлхуçа патне, Израиль Турри патне, ятăр, Унăн умĕнче хăвăршăн тархаслама ыйтрăр, Вăл ĕнтĕ çапла калать:
(10) эхер те çак çĕр çинчех юлатăр пулсассăн, Эпĕ сире çирĕплетĕп, аркатмăп, вырăнаçтарăп, кăкламăп: Эпĕ ĕнтĕ сире хĕн-хур кăтартнăшăн ÿкĕнетĕп.
(11) Хăвăр хăраса тăракан Вавилон патшинчен ан хăрăр; унран ан шикленĕр — сире ун аллинчен хăтармашкăн Эпĕ сирĕнпе пĕрле пулăп, тет Çÿлхуçа.
(12) Эпĕ сире ырăлăх кÿрĕп те, вăл та сире ырă тăвĕ, сире хăвăрăн çĕрĕр çине каялла тавăрĕ.
(13) Эхер те эсир: «çак çĕр çинче пурăнасшăн мар» тесе Çÿлхуçа Туррăра итлеместĕр пулсассăн,
(14) «çук, эпир Египет çĕрне каятпăр, унта вăрçă курмăпăр, трупа сассине илтмĕпĕр, выçăпа аптăрамăпăр, унта пурăнăпăр» тетĕр пулсассăн,
(15) Иуда йăлкăмĕ, Çÿлхуçа сăмахне итлесе пĕтер: Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: эхер те эсир Египета каясах тетĕр пулсассăн, унта çитсе вырăнаçатăр пулсассăн,
(16) хăвăра хăратса тăракан хĕç сире унта та, Египет çĕрĕнче те, хăваласа çитĕ, хăвăра сехĕрлентерсе тăракан выçлăх та хăвăр хыççăнах унта, Египета, пырĕ, вара унтах вилсе пĕтетĕр.
(17) Египета кайма, çавăнта вăхăтлăх пурăнма хатĕрленнĕ пĕтĕм халăх хĕçпе, выçăпа, мур чирĕпе вилсе пĕтĕ, пĕри те чĕрĕ юлмĕ, Эпĕ яракан хĕн-асапран хăтăлаймĕ.
(18) Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: Хамăн çиллĕме, Хамăн хаярлăхăма Иерусалим çыннисем çине çитернĕ пек, эсир Египета кĕрсен сирĕн çине те Хамăн хаярлăхăма çитерĕп, эсир ылханлă та хăрушă, çын кулли те çын мăшкăлĕ пулса тăратăр, çак çĕре вара урăх кураймăр.
(19) Сире, Иуда йăлкăмĕ, Çÿлхуçа: «Египета ан кайăр» тет; эпĕ паян хăвăра асăрхаттарнине лайăх пĕлсе тăрăр —
(20) эсир хăвăра хăвăр çылăха кĕртрĕр: эсир мана Çÿлхуçа Туррăмăр патне çапла каласа ятăр: «пирĕншĕн Çÿлхуçа Туррăмăра кĕлту, Çÿлхуçа Туррăмăр мĕн каланине пурне те пире пĕлтер, эпир Вăл каланине тăвăпăр» терĕр.
(21) Халĕ эпĕ сире пĕлтертĕм; анчах эсир Çÿлхуçа Туррăмăр сăмахне, Вăл ман урлă мĕн хушса янине итлемерĕр.
(22) Апла пулсан пĕлсех тăрăр: эсир хăвăр вăхăтлăх пурăнма каяс теекен çĕрте хĕçпе, выçăпа, мур чирĕпе вилсе пĕтетĕр.

43

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Иеремия пророк пĕтĕм халăха хăйсен Çÿлхуçа Турри каланă сăмахсене, хăйсен Çÿлхуçа Турри халăха Иеремия урлă пĕлтернĕ сăмахсене, каласа парсассăн,
(2) Осаия ывăлĕ Азария, Карей ывăлĕ Иоанан тата ытти чăрсăр çынсем Иеремийăна каланă: эсĕ тĕрĕссине каламастăн, Çÿлхуçа Туррăмăр сана: «Египета ан кайăр, унта ан вырăнаçăр» теме яман;
(3) сана Варух, Нирия ывăлĕ, пире хирĕç хĕтĕртет, пире халдейсен аллине парас тет-и вăл, пире вĕлерччĕр, Вавилона тыткăна илсе кайччăр тет-и? тенĕ.
(4) Карей ывăлĕ Иоанан, çарпуçсем тата пĕтĕм халăх Çÿлхуçа хушнине — Иудея çĕрĕнче юлăр тенине — итлемен.
(5) Карей ывăлĕ Иоананпа çарпуçсем вара хăйсене хăваласа янă пĕтĕм халăх хушшинчен Иуда çĕрĕнче пурăнмашкăн таврăннă иудейсен йăлкăмне,
(6) упăшкисемпе арăмĕсене, ачисене, патша хĕрĕсене тата
Навузардан — сыхлавçăсен пуçлăхĕ — Годолийăпа, Сафан ывăлĕн .Ахикамăн ывăлĕпе, хăварнă мĕнпур çынна. Иеремия пророка, Нирия ывăлне Варуха илнĕ те
(7) Çÿлхуçа сăмахне нтлемесĕр Египет çĕрне кайнă, çапла Тафниса çитнĕ.
(8) Тафнисра Иеремийăна Çÿлхуçаран сăмах пулнă:
(9) пысăк чулсем ил те вĕсене иудейсен куçĕ умĕнче Тафнисра фараон çуртне кĕнĕ вырăнта картишĕнче тăм ăшне пытарса хур,
(10) вара вĕсене кала: Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать, те: Эпĕ кунта Хамăн чурана Навуходоносора, Вавилон патшине, илсе килĕп, Хам пытарса хунă çак чулсем çине унăн аслă пуканне лартăп, çавăнта вăл хăйĕн хÿхĕм чатăрне карса лартĕ,
(11) вара килĕ те Египет çĕрне аркатса тăкĕ, вилме пÿрни вилĕм аллине лекĕ; тыткăна лекмелли тыткăна кайĕ; хĕç айне пулмалли хĕç айне пулĕ.
(12) Египет туррисен çурчĕсене вут-çулăм тивертĕп; патша хăш туррисене çунтарса ярĕ, хăш туррисене тыткăна илса кайĕ, кĕтÿçĕ хăйĕн тумтирне тăхăннă пек, вăл Египет çĕрне тăхăнĕ те лăпкăн çеç тухса кайĕ;
(13) Египетра Хĕвел Килĕнчи юпасене аркатса тăкĕ, Египет туррисен çурчĕсене çунтарса ярĕ.

44

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Иеремийăна Египет çĕрĕнче пурăнакан, Магдолра, Тафнисра, Нофăра тата Пафрос çĕрĕнче вырăнаçнă пĕтĕм иудей çинчен каланă сăмах:
(2) Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: эсир Эпĕ Иерусалим çине, Иудейăн мĕнпур хули çине янă хĕн-асапа куртăр; çав хуласем вырăнĕнче паян ишĕлчĕк купи çеç выртать, унта никам та пурăнмасть,
(3) çакă вăл вĕсем усал ĕçсем туса Мана çиллентернĕшĕн, хăйсем те, эсир те, сирĕн аçăрсем те пĕлмен ют турăсене тĕтĕрсе вĕсене пуççапса пурăннăшăн пулчĕ.
(4) Эпĕ сирĕн патăра Хамăн чурамсене, пророкăмсене, ярсах тăтăм, «çак путсĕр ĕçе ан тăвăр, Эпĕ ăна кураймастăп» тесе калама вĕсене çине-çинех ярса тăтăм.
(5) Анчах вĕсем итлемерĕç, мĕн каланине хăлхине чикмерĕç, усал ĕçĕсене пăрахмарĕç, ют турăсене тĕтĕрме чарăнмарĕç.
(6) Вара çиллĕм тулса çитрĕ те вăл Иудея хулисемпе Иерусалим урамĕсенче хыпса çунчĕ; вĕсем ĕнтĕ ишĕлчĕк купи те пушхир пулса юлчĕç.
(7) Паян Саваоф Çÿлхуçа Турă, Израиль Турри, çапла калать: хăвăр патăрта иудейсем хушшинчен упăшкăрсемпе арăмăрсене, çитĕнсе çитнĕ яшсемпе пĕчĕк ачăрсене тĕппипе, пĕр çын юлмиччен пĕтерсе,
(8) хăвăр аллăр ĕçĕпе, хăвăр пурăнма пынă Египет çĕрĕнче ют турăсене тĕтĕрнипе Мана çиллентерсе мĕншĕн хăвăр чунăршăн çав тĕрлĕ усал ĕç тăватăр-ха эсир — хăвăра пĕтерес, çĕр çинчи ытти халăхсем умĕнче ылханпа мăшкăл айне пулас тесе-и?
(9) Ара, эсир аçăрсен усал ĕçĕсене, Иудея патшисемпе вĕсен арăмĕсен усал ĕçĕсене, хăвăрăн тата хăвăр арăмăрсен усал ĕçĕсене, Иудейăра, Иерусалим урамĕсенче мĕн пулса иртнине манса кайрăр-им?
(10) Эсир паян кунччен те чарăнмарăр, хăрамастăр, Эпĕ сире тата сирĕн аçăрсене кăтартса панă саккунпа, Эпĕ панă йĕркесемпе пурăнмастăр.
(11) Çавăнпа Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: акă Эпĕ сире хирĕç çаврăнса тăрăп та, пĕтĕм Иудея пĕтмелле, тĕппипе пĕтмелле пулĕ,
(12) çăлăнса юлнă иудейсене те, Египет çĕрне пурăнма каяс теекенсене, пĕтерĕп, вĕсем пурте тĕп пулĕç, Египет çĕрĕнче пĕтĕç; хĕçпе те выçлăхпа вилсе пĕтĕç; кĕçĕннинчен пуçласа пысăккине çитиех хĕçпе те выçлăхпа вилсе выртĕç; вĕсем ылханлă та хăрушă, çын кулли, çын мăшкăлĕ пулса юлĕç.
(13) Египет çĕрне Эпĕ, Иерусалима пынă пекех, хĕçпе те выçлăхпа, мур чирĕпе пырăп,
(14) вара чĕрĕ юлнă иудейсенчен, Египет çĕрне çитсе унта вăхăтлăх пурăнма вырăнаçнăскерсенчен, пĕри те хăтăлаймĕ, пĕри те сывă юлаймĕ, Иудея çĕрне таврăнаймĕ; вĕсем пĕтĕм чун-чĕрипе Иудейăна таврăнасшăн, çавăнта пурăнасшăн, анчах унтан тарса тухнисемсĕр пуçне пĕри те каялла таврăнаймĕ.
(15) Хăйсен арăмĕсем ют турăсене тĕтĕрнине пĕлсе тăракан пĕтĕм арçын, çавăнта йышлăн тăракан пĕтĕм хĕрарăм, пĕтĕм халăх — Египет çĕрĕнче, Пафросра пурăнакансем — Иеремийăна хуравласа çапла каланă:
(16) эпир сана итлеместпĕр, Çÿлхуçа ятĕнчен каланă сăмахусене итлеместпĕр!
(17) эпир малашне те хамăр тупа тунине туса тăрăпăр: çÿлти ама турă умĕнче тĕтĕрĕпĕр, ăна эрех кÿрĕпĕр — Иудея хулисенче, Иерусалим урамĕсенче унччен эпир хамăр та, пирĕн аттесем те, патшасем те, çулпуçсем те çапла тăватчĕç. Çавăнпа эпир тутăччĕ, телейлĕччĕ, инкек-синкек мĕнне пĕлместĕмĕр!
(18) Çÿлти ама турра тĕтĕрме, ăна эрех кÿме пăрахнăранпа вара эпир пур енĕпе те çитмен пурăнăçпа пурăнатпăр, хĕçрен те выçăран вилетпĕр, тенĕ.
(19) Хĕрарăмсем вара çапла каланă: çÿлти ама турра тĕтĕрнине, ăна эрех кÿнине эпир упăшкасене пĕлтермесĕр тăватпăр-и вара, унăн сăнне ÿкернĕ пашалу пĕçернине, ăна эрех кÿнине вĕсенчен вăрттăн тăватпăр-и? тенĕ.
(20) Иеремия пĕтĕм халăха — арçынсемпе хĕрарăмсене, хăйне хуравланă мĕнпур çынна — çапла каланă:
(21) эсир тата сирĕн аçăрсем, патшăрсемпе пуçлăхăрсем, çĕршывăр халăхĕ Иудея хулисемпе Иерусалим урамĕсенче çапла тĕтĕрнине асне илмерĕ-и-ха Çÿлхуçа? Унăн чĕрине çавă ларса юлман-и?
(22) Çÿлхуçа эсир тунă усал та ирсĕр ĕçсене текех чăтма пултарайман; çавăнпа ĕнтĕ сирĕн çĕрĕр халĕ хăвăр курнă пек, пушхир, хăрушă, ылханлă, çынсăр пулса юлнă.
(23) Çапла тĕтĕрсе Çÿлхуçа умĕнче çылăха кĕнĕшĕн, Унăн сăмахне итлеменшĕн, Унăн саккунне, Унăн йĕркисене, Вăл хушнине уяса пурăнманшăн халĕ хăвăр куракан хĕнасап çитнĕ те сире, тенĕ.
(24) Иеремия пĕтĕм халăха, пĕтĕм хĕрарăма çапла каланă: эй Египет çĕрĕнчи иудейсем, пурте Çÿлхуçа сăмахне итлĕр;
(25) Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: сирĕн хăвăрăн тата арăмăрсен чĕлхи-çăварĕ мĕн калать, сирĕн аллăр çавна тăвать; эсир: «мĕн асăннине, мĕн тупа тунине пурăнăçа килтерĕпĕр — çÿлти ама турра тĕтĕрĕпĕр, ăна эрех кÿрĕпĕр» тетĕр — эппин, хăвăр тупа тунине çирĕп тытса пырăр, мĕн асăннине тĕптĕрĕс тăвăр.
(26) Эй Египет çĕрĕнче пурăнакан иудейсем, пурте Çÿлхуçа сăмахне тимлесе итлĕр: Эпĕ Хамăн аслă ятăмпа тупа турăм, тет Çÿлхуçа, ĕнтĕ пĕтĕм Египет çĕрĕнче те Ман ятăма асăнакан пĕр иудей те пулмĕ, вĕсенчен нихăшĕ те: «Çÿлхуçа Турă чĕрĕ!» тесе калаймĕ.
(27) Эпĕ сире ырă кăтартма мар, пĕтермешкĕн сăнаса тăрăп; Египет çĕрĕнчи иудейсем тĕппипех хĕçпе, выçăпа вилсе пĕтĕç.
(28) Хĕçрен хăтăлса юлнă пĕчĕк йыш анчах Египет çĕрĕнчен Иудея çĕрне таврăнĕ, вара Египета пурăнас тесе кайнă Иудейăн юлашки çыннисем камăн сăмахĕ тÿрре тухнине пĕлсе илĕç: Манăн сăмахăм-и, вĕсен-и.
(29) Эпĕ сире çак вырăнта хаса парассине пĕлтерсе сире хăват палли кăтартатăп: Манăн сăмахăмсем тÿрре тухасса, сире вилĕм çитессе пĕлсех тăрăр.
(30) Çÿлхуçа çапла калать: акă Иудея патшине Седекияна хăйĕн тăшманĕн аллине, унăн чунне шыранă Вавилон патшийĕн Навуходоносорăн аллине, панă пек, Эпĕ Египет патшине, Вафрий фараона, хăйĕн тăшманĕсен аллине, унăн чунне шыракансен аллине паратăп.

45

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Иоаким — Иосия ывăлĕ, Иудея патши — тăваттăмĕш çул патшара ларнă чухне Иеремия пророк Варуха, Нирия ывăлне, каласа тăрса хут чĕркемĕ çине çыртарнă сăмах:
(2) Варух, сана Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: Зэсĕ: «мана хуйхă çитрĕ! Турă манăн чирĕм çумне хурлăх хушса пачĕ; ассăн сывла-сывла халтан кайрăм, канăç тупаймастăп» тетĕн.
(4) Варуха çапла кала: Çÿлхуçа çапла калать, те: Эпĕ Хам мĕн тунине аркатăп, Хам ĕрчетнине кăкласа тăкăп — çак пĕтĕм çĕре пĕтерĕп.
(5) Эсĕ вара хăвна валли шутсăр нумай ыйтатăн; ан ыйт, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ пур этем çине те хĕн-асап ярăп, тет Çÿлхуçа, санăн чунна вара ху ăçта кайсассăн та чĕрĕ хăварăп, ку сана тупăшу вырăнне пулĕ.

46

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Çÿлхуçаран Иеремия пророка тĕрлĕ халăхсем çинчен пулнă сăмах çакă.
(2) Египет çинчен, Египет патши Нехао фараон çарĕ çинчен каланă сăмах: çав çар Евфрат шывĕ хĕрринчи Кархемис хулинче тăнă, ăна Иоаким — Иосия ывăлĕ, Иудея патши — тăваттăмĕш çул патшара ларнă чухне Вавилон патши Навуходоносор çĕмĕрсе тăкнă.
(3) Хулканăрсемпе сăннăрсене хатĕрлĕр те çапăçăва кĕрĕр;
(4) эй юланутçăсем, утăрсене йĕнерлĕр те ут утланăр; тимĕр калпак тăхăнса тăрăр; сăннăра хăйраса шĕвĕртĕр, тимĕр тумтирпе витĕнĕр.
(5) Мĕн куратăп Эпĕ? Вĕсем сехĕрленсе ÿкрĕç, каялла тараççĕ, паттăррисем те пĕтрĕç, çаврăнса пăхмасăр тараççĕ, пурин те сехри хăпнă! тет Çÿлхуçа.
(6) Çăмăл уралли те тарса ÿкеймĕ, вăйли те хăтăлаймĕ; çурçĕрте, Евфрат шывĕ патĕнче, такăнчĕç те кайса ÿкрĕç.
(7) Кам-ха ку Нил шывĕ пек çĕкленет? Хаяр хумĕсем кĕрлеççĕ.
(8) Египет çапла Нил шывĕ пек çĕкленет, хаяр хумĕсем кĕрлеççĕ! вăл: «çĕкленĕп — çĕре шыв айне тăвăп, хулана та, унăн çыннисене те пĕтерĕп» теет.
(9) Утăрсем çине ларăр, вĕçтерĕр, çар ураписем! Паттăррисем хирĕç тухчăр: Эфиопипе Ливи çарçисем хулканпа, Лиди çарçисем карăнтарнă ухăпа хирĕç тухчăр:
(10) çакă кун — Саваоф Çÿлхуçа Турă кунĕ, тавăру кунĕ — тăшманĕсене тавăрĕ Вăл! хĕç ĕнтĕ антăхса кайиччен юн ĕçĕ, тăраниччен ĕçсе савăнĕ: ку вăл Евфрат патĕнчи çурçĕр çĕрĕнче Саваоф Çÿлхуçа Турра парне кÿни пулĕ.
(11) Эй хĕрĕм, Египет хĕрĕ, Галаада кай та сиплĕ им-çам илсе кил; кăлăхах сывалас тесе тăрăшатăн, санăн тÿрленесси пулмĕ.
(12) Халăхсем эсĕ намăса юлни çинчен илтрĕç — пĕтĕм çĕре эсĕ кăшкăрса йĕни хупласа хучĕ; вăйли вăйлипе пырса çапăнчĕ те, иккĕшĕ те пĕтрĕç.
(13) Çÿлхуçа Иеремия пророка Вавилон патши Навуходоносор Египет çĕрне пĕтерме тапăнса кĕресси çинчен каланă сăмах:
(14) Египета хыпарлăр, Магдола пĕлтерĕр, Нофпа Тафниса та пĕлтерĕр; калăр: «тăр та хатĕрлен, хĕç санăн тавралăхна тĕп тăвать» тейĕр.
(15) Мĕншĕн санăн паттăру йăванса кайрĕ? Чăтса тăраймарĕ — ăна Çÿлхуçа йăвантарчĕ.
(16) Вăл нумайăшне йăвантарчĕ, пĕри тепĕрин çине ÿкет, пĕр-пĕрне çапла калаççĕ: «тăр та, пĕтерекен хĕçрен хамăр халăх патне хамăрăн тăван çĕре тарса хăтăлар» тееççĕ.
(17) Лере фараона — Египет патшине — çапла ят парăр: «нумай шавларĕ — усси пулмарĕ!» тейĕр.
(18) Эпĕ пур, тет Саваоф Çÿлхуçа ятлă Патша: чăнах, сирĕн пата килекенĕ — тусем хушшинчи Фавор пек, тинĕс хĕрринчи Кармил пек.
(19) Эй Египет хĕрĕ, куçса каймашкăн мĕн кирлине хатĕрле: ĕнтĕ Нофа тустарса-çаратса тухĕç, пĕр çынсăр тăратса хăварĕç.
(20) Египет — хÿхĕм ĕне, ун енне çурçĕртен пăван вĕçет те вĕçет.
(21) Тара тытнă çарçисем — самăртнă вăкăрсем пек — вĕсем каялла çаврăнчĕç, пурте тараççĕ, чăтса тăраймарĕç: ĕнтĕ вĕсен пĕтес кунĕ çитрĕ, вĕсене хаса парас кун çитрĕ.
(22) Египет çĕлен пек чашкăрать; тăшманĕсем çарпа килеççĕ, вăрман касакансем пек, пуртăсемпе килеççĕ;
(23) унăн вăрманне, чăтлăх вăрмана, касса тăкрĕç; вĕсем хĕрлĕ шăрчăкран та нумайрах, вĕсенĕн имĕ-сумĕ те çук, тет Çÿлхуçа.
(24) Египет хĕрĕ намăса юлчĕ, çурçĕрти халăх аллине лекрĕ.
(25) Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: акă Эпĕ Но хулинчи Аммон патне, фараон патне, Египета тата унăн туррисемпе патшисем патне, фараона шанса тăракансем патне пырса пăхăп та
(26) вĕсене хăйсенĕн чунне шыракансен аллине, Вавилон патшин Навуходоносорăн тата унăн чурисен аллине парăп; анчах та кайран Египет унчченхи пекех пурăнма пуçлĕ, тет Çÿлхуçа.
(27) Эсĕ вара, Иаков чурам, ан хăра, Израиль, ан сехĕрлен: Эпĕ сана аякри çĕршывран, санăн вăрлăхна вĕсен тыткăнĕнчен çăлăп; Иаков каялла таврăнĕ те лăпкăн та тăнăçлăн пурăнма пуçлĕ, ăна текех никам та хăратаймĕ.
(28) Ан хăра, Иаков чурам: Эпĕ — санпа пĕрле; Эпĕ сана халăхсем хушшине сапаласа янăччĕ, çав халăхсене пĕтĕмпех пĕтерĕп, сана пĕтермĕп, анчах сана тивĕçлипе хаса кăтартăп; хаса кăтартмасăр хăвармăп, тет Çÿлхуçа.

47

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Фараон Газа хулине пĕтерсе тăкиччен Çÿлхуçа Иеремия пророка филистимсем çинчен каланă сăмах.
(2) Çÿлхуçа çапла калать: акă çурçĕртен шывсем çĕкленеççĕ, вĕсем ыткăнса-капланса килĕç те çĕре, ун çинче мĕн пуррине, хулана, унта пурăнакансене путарĕç; çынсем кăшкăрса йĕрĕç, çĕршывра пурăнакансем куççульпе макăрĕç.
(3) Патвар утсем шавлăн тапăртатнăран, çар ураписем шалтăртатнăран, кустăрмисем шав кăларнăран алли усăннипе ашшĕсем ачисем çине те çаврăнса пăхаймĕç,
(4) филистимсене пĕтерес кун, Тирпа Сидон хулисене пулăшакансемсĕр хăварас кун çапла пулĕ; Çÿлхуçа филистимсене те, Кафтор утравĕн юлашки йышне те тĕппипе пĕтерĕ.
(5) Газа ĕнтĕ çÿçне хырĕ, Аскалон шăпланĕ. Айлăмрисем, чĕрĕ юлнисем, хăçанччен хăвăра хăвăр суранлатăр эсир?
(6) Ах, Çÿлхуçа хĕçĕ, эсĕ хăçан лăпланăн? ĕнтĕ йĕннÿне таврăн та — чарăн, лăплан.
(7) Мĕнле чарăнтăр-ха вăл? Çÿлхуçа ăна Аскалона хирĕç, тинĕс çыранне хирĕç тăма хушнă — Вăл хĕçĕпе унталла тĕлленĕ.

48

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Моав çинчен. Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: Нево хулине хуйхă çитнĕ! вăл пушанса юлнă; Кариафаим хули намăса юлнă, ăна çĕнтерсе илнĕ; керем намăса юлнă, арканнă.
(2) Моав текех мухтавлă мар; Есевон хулинче ăна хирĕç каварлашаççĕ: «каяр та ăна халăхсен йышĕнчен пĕтерер» тееççĕ. Мадмена, эсĕ те тĕп пулатăн — хĕç сан хыççăнах пырать.
Юронаим енчен кăшкăраççĕ: «хурах, çаратаççĕ! аркатаççĕ!»
(4) Моава пĕтернĕ; унăн ачисем ĕсĕклесе йĕреççĕ.
(5) Лухит патне хăпарнă çĕрте ÿлесе макăрни чарăнмасть, Оронаимран аннă çĕрте ахлатни, йынăшни илтĕнет.
(6) Тарăр, пурăнăçăра çăлса хăварăр, пушхирти çаралса юлнă йывăç евĕрлĕ пулатăр.
(7) Хăвăр ĕçĕрсемпе хăвăр мулăра шанса тăраттăр, çавăншăн чуралăха лекетĕр, Хамос та хăйĕн священникĕсемпе, хăйĕн пуçлăхĕсемпе пĕрле тыткăна кайĕ.
(8) Кашни хуланах çаратакан тапăнĕ, хула сыхланса юлаймĕ; Çÿлхуçа каланă пек, айлăм та хăрăнĕ, тÿремлĕх те пушанса юлĕ.
(9) Моав çĕрĕ çине тăвар сапса тухăр — вăл тĕппипех пĕтмелле! унăн хулисем пушхир пулĕç, унта пурăнакан та пулмĕ.
(10) Çÿлхуçа ĕçне тимсĕр тăвакана ылхан çитĕ, Унăн хĕçне юнпа пĕвенесрен чаракана ылхан çитĕ!
(11) Моав мĕн çамрăкранпах канлĕн пурăннă, çĕпре тăрринчи эрех пек тÿлек пулнă, ăна пĕр савăтран тепĕр савăта сăрăхтарман, ăна тыткăна хăваласа кайман; çавăнпа унăн техĕмĕ те унчченхи пекех сыхланса юлнă, шăрши те улăшăнман.
(12) Çавăнпа Эпĕ ун патне сăрăхтаракансене ярас кунсем çитеççĕ, вĕсем пĕр çĕртен тепĕр çĕре юхтарĕç те унăн савăчĕсене пушатĕç, кăкшăмĕсене çапса çĕмĕрĕç.
(13) Израиль килĕ хăйĕн шанчăклă Вефильне пула намăсланнă пекех, Моав та Хамоса пула намăсланĕ.
(14) Мĕнле-ха эсир: «эпир вăрçă вăрçмашкăн хăюллă та паттăр çынсем» теетĕр?
(15) Моав пушанса юлчĕ, унăн хулисем çунаççĕ, чи лайăх çамрăкĕсене тураса тăкрĕç, тет Патша, Унăн ячĕ Саваоф Çÿлхуçа.
(16) Моав пĕтесси инçе мар, унăн инкекĕ питĕ хăвăрт килет.
(17) Кÿршисем, унăн ятне пĕлекенсем, пурте ăна хĕрхенĕр: «хăват туйипе мухтав туйи хуçăлсах анчĕ!» тейĕр.
(18) Эй Дивон хĕрĕ, чыс-хисеп çинчен ман, типсе çуннă çĕр çине анса лар; Моава çаратакан сан патна пырĕ те керемÿсене тустарса хăварĕ.
(19) Эй Ароер хĕрĕ, тух та çул çине пăхса тăр, чупаканран, тарса хăтăлас теекенрен: «мĕн пулчĕ?» тесе ыйт.
(20) Моав намăса юлчĕ, ăна пĕтерчĕç; хÿхлĕр, кăшкăрса йĕрĕр, Моав пушанса юлни çинчен Арнонра пĕлтерĕр.
(21) Тÿремлĕхсене, Халон, Иааца, Мофаф,
(22) Дивон, Нево, Бет-Дивлафаим,
(23) Кариафаим, Бет-Гамул, Бет-Маон,
(24) Кериоф, Восор хулисене, Моав çĕрĕн аякри тата çывăхри мĕнпур хулине сут килсе çитрĕ.
(25) Моав мăйракине касса пăрахнă, унăн вăйĕ пĕтсе ларнă, тет Çÿлхуçа.
(26) Ăна ÿсĕрĕличчен ĕçтерĕр, мĕншĕн тесессĕн вăл Çÿлхуçана хирĕç çĕкленчĕ; ан тив, Моав хăйĕн хăсăкĕ çинче йăвалантăр, тĕнче кулли пултăр.
(27) Израиле мăшкăллаканни эсĕ марччĕ-и-ха вăл? ун çинчен калаçма тытăнсанах пуçна пăркалаттăн — ăна вăрăсем хушшинче ярса тытрĕç-и-мĕн?
(28) Эй Моав çыннисем, ĕнтĕ хуласене пăрахса хăварăр та чул тусем çинче пурăнăр, çĕр хăвăлне кĕнĕ çĕрте йăва çавăракан кăвакарчăнсем пек пулăр.
(29) Моав ытла та мăнаçлă пулни çинчен, мăнкăмăллă, вĕçкĕн, каппайчăк пулни çинчен, чăрсăр чĕреллĕ пулни çинчен илтнĕ эпир.
(30) Эпĕ ун чарусăрлăхне пĕлетĕп, тет Çÿлхуçа, ку вăл — шанчăксăр япала; унăн сăмахĕсем пушă: апла тумаççĕ.
(31) Çавăнпа Моавшăн йĕретĕп, пĕтĕм Моавшăн кăшкăрса макăратăп, Кирхарес çыннисемшĕн йынăшатăп.
(32) Севамри иçĕм пахчи, эпĕ саншăн Иазершăн хурланнинчен ытларах хурланатăп: хунавусем тинĕс леш енне çитиех сарăлатчĕç, Иазер патнех çитетчĕç; ĕнтĕ çуллахи çимĕçне, пиçсе çитнĕ иçĕм çырлине вăрă-хурах тапăнать.
(33) Моав çĕрĕнчен — улма-çырла пахчинчен — савăнăçпа телей çухалĕ, вĕсен юхтаркăчĕсене Эпĕ эрехсĕр хăварăп; унта текех юрлаюрла иçĕм çырли таптаймĕç; унта савăнăç сасси мар, харкашу сасси илтĕнсе тăрĕ.
(34) Есевонран Елеал таран, Иааца таран йĕме пуçлĕç те, вĕсен сасси Сигортан Оронаим таранах, виççĕмĕш Эглăна çитичченех илтĕнсе тăрĕ, мĕншĕн тесессĕн Нимрим шывĕ те типсе ларĕ.
(35) Моавăн тÿпем вырăнĕсенче парне кÿрекенсене, унăн туррисене тĕтĕрекенсене пĕтерсе тăкăп, тет Çÿлхуçа.
(36) Чĕрем Моавшăн çунса шăхличĕ пек нăйкăшать; чĕрем Кирхарес çыннисемшĕн çунса шăхличĕ пек нăйкăшать: ĕнтĕ вĕсен пĕтĕм мулĕ тĕп пулчĕ;
(37) кашнийĕ пуçне хырнă, кашнийĕ сухалне каснă; пурте аллисене чĕрмеленĕ, пурте хуйхă тумтирĕ тăхăннă.
(38) Моаври мĕнпур çурт тăрринче, унăн урамĕсенче пĕтĕм халăх йĕни илтĕнет: Эпĕ Моава юрăхсăр савăт пек аркатса тăкрăм, тет Çÿлхуçа.
(39) Уншăн татăлса йĕрĕç: «епле арканнă вăл!» тейĕç; «каялла тарса мĕн тери намăса юлчĕ Моав!» тейĕç; таврари мĕнпур кÿршишĕн Моав çын кулли те хăрушă вырăн пулса юлĕ.
(40) Çÿлхуçа çапла калать: ăмăрткайăк тупăш çине вăйкăнĕ, çунаттине Моав çийĕн сарса ярĕ.
(41) Хулисене туртса илĕç, тĕреклĕлетнĕ вырăнĕсене парăнтарĕç, çав кун Моав паттăрĕсем ача çуратакан арăм пек сехĕрленĕç.
(42) Моав вара ытти халăхсен йышĕнчен тухса ÿкĕ, мĕншĕн тесессĕн вăл Çÿлхуçана хирĕç тăчĕ.
(43) Сан валли, Моав çынни, — хăрушлăх, тарăн шăтăк та мăйкăч, тет Çÿлхуçа.
(44) Хăрушлăхран тараканни шăтăка кĕрсе ÿкĕ; шăтăкран тухаканни мăйкăча çакланĕ: Эпĕ Моав çине тавăру çулталăкке çитерĕп, тет Çÿлхуçа.
(45) Чупакансем халтан кайса Есевон хуми сулхăнĕнче чарăнса тăчĕç; анчах Есевонран вут, Сигон хушшинчен çулăм тухрĕ, вăл Моавăн тăнлавне, пăлхавлă çынсенĕн лĕпкине çунтарса ярĕ.
(46) Хуйхă çитрĕ сана, Моав! Хамос халăхĕ пĕтрĕ: санăн ывăлусем — тыткăнра, санăн хĕрÿсем — чуралăхра.
(47) Анчах пулас кунсенче Эпĕ Моав шăпине улшăнтарăп, тет Çÿлхуçа.
Моава çапла айăпланă.

49

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Аммон халăхĕ çинчен. Çÿлхуçа çапла калать: Израилĕн ывăлсем çук-и вара? унăн еткерлĕх илекенĕ çук-и вара? Малхом мĕншĕн-ха Гада туртса илчĕ, унăн халăхĕ мĕншĕн Гад хулисенче пурăнать?
(2) Акă ĕнтĕ аммонсен хулинче, Раввăра, çапăçу шăв-шавĕ кĕрле пуçларĕ, тет Çÿлхуçа; вăл ишĕлчĕк купи пулса юлĕ, ăна пăхăнса тăракан хуласем вутра çунса кайĕç, Израиль вара хăйĕнпе кам хуçаланнă, çавсемпе хуçаланĕ, тет Çÿлхуçа.
(3) Макăр, Есевон: Гай хули пушанса юлчĕ; кăшкăрăр, Равва хĕрĕсем, хуйхă тумтирĕ тăхăнса ярăр, ĕсĕклĕр, карта çумĕнче чупкалăр: Малхом хăйĕн священникĕсемпе, хăйĕн улпучĕсемпе тыткăна каять.
(4) Эй ултавлă хĕр, мĕн эсĕ айлăмусемпе мухтанатăн? Айлăмусем тĕп пулĕç! эсĕ хăвăн мулна шанса тăраттăн, «ман патăма кам килĕ?» тееттĕн.
(5) Акă Эпĕ сан çине мĕнпур тавраран хăрушлăх ярăп, тет Çÿлхуçа, Саваоф Турă, сире хăваласа ярĕç, сапаласа ярĕç, сире, çапкаланчăксене, кайран никам та пуçтараймĕ.
(6) Анчах çавăн хыççăн Эпĕ Аммон ывăлĕсен шăпине улшăнтарăп, тет Çÿлхуçа.
(7) Эдом çинчен. Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: Феман çĕрĕнче текех ăслăлăх çук-и вара? ăслă-тăнлисен канашĕ пĕтрĕ-и вара? вĕсен ăслăлăхĕ иксĕлчĕ-и вара?
(8) Эй Дедан çыннисем, тарăр кунтан, ту хушăкĕсене пытанăр: Эпĕ Исав çине хĕн-асап яратăп — тавăру вăхăчĕ çитрĕ.
(9) Сан патна иçĕм çырли татма кĕрес пулсассăн, çавсем пĕр-ик çырла та пулин хăварĕччĕç. Эхер те çĕрле вăрăсем пырас пулсассăн, вĕсем те хăйсене кирлĕ таран çеç вăрласа кайĕччĕç.
(10) Эпĕ вара Исава çаппаçарамас хăвариччен çаратăп, унăн вăртгăн вырăнĕсене уçăп та — вăл пытанса юлаймĕ. Унăн йăхĕ те, тăванĕсем те, кÿршисем те тĕп пулĕç; текех вăл хăй те пулмĕ.
(11) Анчах тăлăх ачусене хăвар, Эпĕ вĕсен пурăнăçне хÿтĕлĕп, тăлăх арăмусем те Мана шанса тăччăр.
(12) Ĕнтĕ Çÿлхуçа çапла калать: куркаран ĕçме пÿрменнисем те пурпĕрех унтан ĕçĕç, эсĕ вара хаса курмасăр тăрса юлас гетĕн-и? Çук, эсĕ хаса курмасăр юлаймăн, пурпĕрех куркаран ĕçĕн.
(13) Хампа Хам тупа тăватăп, тет Çÿлхуçа, Восор хули сехре хăпартмăш, тĕнче кулли, пушхир, çын ылханĕ пулĕ, ун таврашĕнчи мĕнпур хула та ĕмĕрхи ишĕлчĕк пулса юлĕ.
(14) Эпĕ Çÿлхуçаран хыпар илтрĕм, хыпарçă та халăхсене: пуçтарăнăр та ăна хирĕç кайăр, вăрçă вăрçма çĕкленĕр, тесе калама килнĕ.
(15) Эпĕ сана халăхсем хушшинче чи кĕçĕнни, çынсем хушшинче йĕрĕнмелли туса хурăп.
(16) Эсĕ — ту хушăкĕсенче пурăнаканĕ, сăрт тăррисене йышăнаканĕ — хăвăн хаярлăхна, чăрсăр чĕрÿне шанса тăнă. Эсĕ, ăмăрткайăк пек, çÿлте йăва çавăртăн, анчах сана унтан та кăларса ывăтăп, тет Çÿлхуçа.
(17) Эдом вара сехре хăпартмăш пулĕ; ун гĕлĕпе иртекен кирек кам та унăн суранĕсене курса хăранипе шăхăрса илĕ.
(18) Содомпа Гоморрăна тата вĕсенĕн кÿршĕ хулисене пĕтерсе пăрахнă пекех, унта та çын пурăнмĕ, унта та этем ывăлĕ чарăнса тăмĕ, тет Çÿлхуçа.
(19) Иордан хĕрринчи кăмăшлăран кĕтÿлĕхе тухакан арăслан пек, Эпĕ вĕсене пĕр кĕтмен çĕртен хăваласа кăларăп, вĕсен чи лайăх такисене тапăнăп! кам Ман пек пулайĕ? кам Мана сăмах чĕнме пултарĕ? мĕнле кĕтÿçĕ Мана хирĕç тăрайĕ?
(20) Çÿлхуçа Эдом пирки мĕн палăртса хунине, Феман çыннисем пирки мĕн шутласа хунине итлĕр: путексене кĕтÿрен тытса хăваласа кайĕç, вĕсемпе пĕрле Вăл кĕтÿлĕхе те пĕтерĕ!
(21) Эдом пĕтет, аркану шавĕпе çĕр чĕтренсе кайĕ, вĕсем кăшкăрни Хĕрлĕ тинĕс патнех çитĕ.
(22) Акă вăл ăмăрткайăк пек вĕçсе хăпарĕ те тупăш çине вăйкăнĕ, çунаттине Восор çийĕн сарса ярĕ; çав кун Идумея паттăрĕсем ача çуратакан арăм пек сехĕрленĕç.
(23) Дамаск çинчен. Емафпа Арпад хулисем намăса юлчĕç: хурлăхлă хыпар илтсессĕн вĕсем пуçне усрĕç; тинĕс пек пăлханаççĕ, лăпланма пултараймаççĕ.
(24) Дамаск сехĕрленсе ÿкнĕ — тарма пуçланă; ĕнтĕ сехри хăпнă; вăл ача çуратакан арăм пек тертленнĕ, çапла асапланнă.
(25) Мухтав хули, савăнăçăм хули епле сыхланса юлаймарĕ-ха?
(26) Унăн яш ачисем хула урамĕнче вилĕç, пĕтĕм çар çынни çав кун вилсе пĕтĕ, тет Саваоф Çÿлхуçа.
(27) Дамаск хÿмине вут хыптарăп та вăл Венадад керменĕсене çунтарса ярĕ.
(28) Кидар çинчен, Вавилон патши Навуходоносор пĕтерсе тăкнă Асор патшалăхĕсем çинчен. Çÿлхуçа çапла калать: тăрăр та Кидара хирĕç тухăр, тухăç ывăлĕсене çаратса хăварăр!
(29) Чатăрĕсемпе кĕтĕвĕсене туртса илĕр, тумтирне, япалисене, тĕвисене ярса илĕр, «пур енчен те сехре хăппи!» тесе кăшкăрăр вĕсене.
(30) Эй Асор çыннисем, чупăр, тарăр хăвăртрах, тĕпсĕр шăтăксене пытанăр! тет Çÿлхуçа, ĕнтĕ Навуходоносор, Вавилон патши, сире хирĕç мĕн тумаллине шухăшласа хунă, татса панă.
(31) Тăрăр та тăнăçлă, ним шухăшсăр пурăнакан халăха хирĕç кайăр, тет Çÿлхуçа, унăн алăкĕ те, сăлăпĕ те çук, вĕсем пĕчченшерĕн пурăнаççĕ.
(32) Вĕсенĕн тĕвисем тупăш пулса тăрĕç, йышлă кĕтĕвĕсем тăшман аллине лекĕç; вĕсене, тăнлав çинчи çÿçе кастаракансене, çиле май вĕçтерсе салатăп, вĕсене пур енчен те вилĕм кÿрĕп, тет Çÿлхуçа.
(33) Асор вара шакалсен йăви, ĕмĕрлĕх пушхир пулса юлĕ; унта çын пурăнмĕ, этем ывăлĕ унта вăхăтлăха та чарăнса тăмĕ.
(34) Çÿлхуçаран Иеремия пророка Иудея патшинче Седекия ларма пуçланă вăхăтра Елама хирĕç пулнă сăмах:
(35) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: акă Эпĕ Еламăн уххине, вĕсенĕн тĕп вăйне, хуçса пăрахăп.
(36) Елам çине тÿпен тăватă енчен тăватă çил ярăп та вĕсене çав çилпе вĕçтерсе ярăп, вара хăваласа янă Елам çыннисем çитмен çĕршыв та пулмĕ;
(37) Елам çыннисене хăйсен тăшманĕсем умĕнче, хăйсен чунне шыракансем умĕнче сехĕрленсе тăмалла тăвăп; вĕсем çине хĕн-хур, Хамăн çиллĕме ярăп, вĕсем хыççăн пурне те вĕлерсе пĕтеричченех хĕç ярăп, тет Çÿлхуçа;
(38) Еламра Эпĕ Хамăн аслă пуканăма лартăп, унти патшапа пуçлăхсене пĕтерĕп, тет Çÿлхуçа.
(39) Çапах та пулас кунсенче Елам шăпине улшăнтарăп, тет Çÿлхуçа.

50

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Çÿлхуçа Иеремия пророк урлă Вавилонпа халдейсен çĕрĕ çинчен каланă сăмах:
(2) халăхсене хыпарлăр, каласа парăр, ялав çĕклĕр, пĕлтерĕр, пĕр пытармасăр çапла калăр: «Вавилона ярса илнĕ, Бел намăса юлнă, Меродаха аркатнă, унăн кĕлеткисем мăшкăла юлнă, унăн йĕрĕхĕсем арканнă».
(3) Мĕншĕн тесессĕн çурçĕр енчен ăна хирĕç халăх çĕкленсе тухрĕ, вăл унăн çĕрне пушхир туса хурать, унта этем те, выльăх та пурăнмĕ, пурте тапранса тухса кайĕç те сĕтĕрĕнсе çÿрĕç.
(4) Çав кунсенче, çав вăхăтра Израиль ывăлĕсемпе Иуда ывăлĕсем пĕрле пуçтарăнĕç те Çÿлхуçана, хăйсен Туррине, шыраса йĕрсе çÿрĕç, тет Çÿлхуçа;
(5) вĕсем Сиона мĕнле каймалли çинчен ыйтĕç, çавăнта каякан çула шырĕç, «каяр та Çÿлхуçапа ĕмĕрлĕхе пĕрлешер, нихăçан манăçми килĕшÿ тăвар» тейĕç.
(6) Манăн халăхăм аташса кайнă сурăхсем пекехчĕ; кĕтÿçисем вĕсене çултан пăрса ячĕç, вĕсене тусем тăрăх салатса ячĕç; вĕсем унта ту çинчен сăрт çине куçса çÿреççĕ, хăйсен тапăрне манса кайрĕç.
(7) Вĕсене тупакансем вĕсене çиеççĕ, вĕсене хĕсĕрлекенсем: «эпир айăплă мар — вĕсем Çÿлхуçапа тÿрĕлĕх çурчĕ умĕнче, хăйсен ашшĕсем шанса тăнă Çÿлхуçа умĕнче çылăха кĕнĕ» терĕç.
(8) Вавилонран тарăр, халдейсен çĕрĕнчен тухса кайăр, качака такисем сурăх кĕтĕвĕ умĕнче пынă пек пырăр.
(9) Акă Эпĕ Вавилон çине çурçĕр çĕрĕнчен аслă халăхсен эшкерне çĕклентерсе килĕп, вĕсем ăна хирĕç вырăнаçса тăрĕç, ăна ярса илĕç; вĕсенĕн çĕмренĕсем — ăста çарçă çĕмренĕсем, вĕсем тупăшсăр каялла таврăнмаççĕ.
(10) Халдея та вĕсемшĕн тупăш пулса тăрĕ; ăна тăраничченех çаратĕç, тет Çÿлхуçа.
(11) Эсир, Манăн халăхăма çаратакансем, савăнатăр, хĕпĕртетĕр, курăк çинчи пăру пек сиккелетĕр, ăйăрсем пек кĕçенетĕр.
(12) Сирĕн аннĕр намăса юлĕ, сире çуратнă ама мăшкăл курĕ; халăхсем хушшинче вăл чи кĕçĕнни пулĕ, вăл пушхир, типĕ çĕр, çеçенхир пулĕ.
(13) Турă çилли ăна çын пурăнман çĕр туса хурĕ, вăл пĕтĕмпех пушă пулĕ; Вавилон тĕлĕпе иртекен кирек кам та унăн суранĕсене курса хăранипе шăхăрса илĕ.
(14) Эй ухă карăнтаракан тĕкĕрçĕсем, Вавилон тавра çар ĕречĕпе тăрса тухăр та пурте ăна тĕллесе перĕр, çĕмренĕрсене ан шеллĕр: вăл Çÿлхуçана хирĕç пырса çылăха кĕнĕ;
(15) пур енчен те ăна хирĕç кăшкăрашăр; вăл ĕнтĕ, парăнса, аллине çĕклет; унăн тĕрекĕсем арканнă, хÿмисем ишĕлсе аннă, çакă вăл — Çÿлхуçа тавăрни; эсир те тавăрăр ăна; хăй мĕнле тунă, эсир те ăна çаплах тăвăр.
(16) Вавилонра тырă акакана
та, çурлапа выракана та петерер; велерекен хĕçрен хăранипе кашнийĕ хăйĕн халăхĕ патне таврăнтăр, кашнийĕ хăйĕн çĕршывне тартăр.
(17) Израиль — сапаланса кайнă кĕтÿ; ăна арăслансем тапăнса салатрĕç; малтан ăна Ассири патши çисе пĕтерчĕ, ку вара — Вавилон патши Навуходоносор — унăн шăмми-шаккине кăшларĕ.
(18) Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: Эпĕ Ассири патшине мĕнле хаса патăм, Вавилон патшине те çапла хаса парăп;
(19) Израиле унчченхи çаранĕсем çинех илсе килĕп, вăл Кармил çинче, Васан çинче кĕтсе çÿрĕ, Ефрем тăвĕпе Галаад тăвĕ çинче вăл тутă пулĕ.
(20) Çав кунсенче, çав вăхăтра Израилĕн тĕрĕсмарлăхне шырĕç, анчах вăл пулмĕ, Иуда çылăхĕсене те шырĕç, вĕсем те тупăнмĕç, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ чĕрĕ хăварнисене каçарăп, тет Çÿлхуçа.
(21) Мератаим çĕршывне хирĕç, Пекод халăхне хирĕç вăрçăпа кай, унти çынсене хаса пар; тĕп ту вĕсене, пĕр çын юлмиччен пĕтерсе тух, Эпĕ хушнине ту! тет Çÿлхуçа.
(22) Çĕр çинче — вăрçă шăв-шавĕ, хăрушла аркану.
(23) Пĕтĕм çĕре ваклакан çапкăч арканнă, тĕпреннĕ! халăхсем хушшинче Вавилон мĕн тери тискер пулса тăчĕ!
(24) Эпĕ сан валли таната лартса тухрăм, çавна пĕлмерĕн, Вавилон, — лекрĕн; тупрĕç сана, ярса тытрĕç, мĕншĕн тесен эсĕ Çÿлхуçана хирĕç тăтăн.
(25) Çÿлхуçа Хăйĕн управăшне уçрĕ те çавăнтан çилли савăчĕсене илчĕ: Çÿлхуçанăн, Саваоф Туррăн, халдейсен çĕрĕнче ĕç пур.
(26) Ана пур енчен те тапăнăр, унăн кĕлечĕсене яри уçса ярăр, ăна кĕлте таптанă пек таптăр, унран нимĕн те ан юлтăр — тĕппипе пĕтерĕр.
(27) Вăкăрĕсене вĕлерсе тухăр, пусăр вĕсене; вĕсене хуйхă çитрĕ! вĕсенĕн кунĕ, вĕсене хаса парас кун çитрĕ.
(28) Вавилон çĕрĕнчен таракансем кăшкăрни илтĕнет, халĕ ĕнтĕ Сион çинче
Çÿлхуçа, пирĕн Туррăмăр, тавăрни çинчен, Вăл Хăйĕн Çурчĕшĕн тавăрни çинчен пĕлĕç.
(29) Вавилона хирĕç тĕкĕрçĕсене йыхăрăр; ухă карăнтараканĕсем пурте ун йĕри-тавра йĕркеленсе тăччăр: унтан никам та хăтăлса ан тухайтăр; ăна ĕçĕсене кура тавăрса парăр; хăй сире мĕн тунă, эсир те ăна çавнах тăвăр, мĕншĕн тесессĕн вăл Çÿлхуçана хирĕç, Израиль Святойне хирĕç, çĕкленчĕ.
(30) Çавăншăн унăн яш ачисем урамра кая-кая ÿкĕç, çавă кун вĕсен пĕтĕм çар çынни тĕп пулĕ, тет Çÿлхуçа.
(31) Мăнаçлăскер, акă Эпĕ сана хирĕç пыратăп, тет Çÿлхуçа, Саваоф Турă: санăн куну, сана хаса парас кун çитрĕ.
(32) Мăнаçлăскер такăнĕ те ÿкĕ, ăна никам та çĕклесе тăратмĕ; унăн хулисенче вут кăларăп та, вăл пĕтĕм тавралăха çунтарса ярĕ.
(33) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: Израиль ывăлĕсем, Иуда ывăлĕсем пекех, пусмăрта пурăнаççĕ, тыткăна илнисем вĕсене хытă тытаççĕ, каялла ярасшăн мар.
(34) Анчах вĕсене Хăтараканĕ хăватлă, Унăн ячĕ — Саваоф Çÿлхуçа; Вăл çĕре лăплантарас, Вавилон çыннисене хăратса тăрас тесе вĕсен ĕçĕсене татса парĕ.
(35) Халдейсем çине хĕç ÿктĕр, тет Çÿлхуçа, Вавилон çыннисем çине те, унăн пуçлăхĕсемпе ăсчахĕсем çине те ÿктĕр;
(36) хĕç унăн юмăçĕсем çине ÿктĕр, вара вĕсем ухмаха тухĕç; хĕç унăн çар çыннийĕсем çине ÿктĕр, вĕсем сехĕрленсе ÿкчĕр;
(37) хĕç унăн учĕсем çине, çар ураписем çине, ун хушшинчи хутăш халăх çине ÿктĕр, вĕсем хĕрарăмсем пек пулса тăччăр; хĕç унăн мулĕ-пурлăхĕ çине ÿктĕр, вĕсене çаратса тухчăр;
(38) вĕсен шывĕсем çине шăрăх антăр — вĕсем типсе ларччăр; мĕншĕн тесессĕн ку çĕр — кĕлеткесен çĕрĕ, вĕсем хăрушă йĕрĕхĕсемшĕн ухмаха тухрĕç.
(39) Унта çеçенхирти тискер кайăксемпе шакалсем пырса вырăнаçĕç, унта тăмана пурăнĕ, анчах ĕмĕр-ĕмĕрне те, сыпăкран сыпăка та çын пурăнмĕ.
(40) Содомпа Гоморрăна, вĕсенĕн кÿршĕ хулисене пĕтерсе пăрахнă пекех, кунта пĕр çын та пурăнмĕ, этем ывăлĕ унта вăхăтлăха та чарăнса тăмĕ, тет Çÿлхуçа.
(41) Акă çурçĕртен халăх килет: хăватлă ăру, аслă патшасем тĕнче хĕрринчен çĕкленсе килеççĕ;
(42) вĕсен аллинче — ухă та сăнă; вĕсем хаяр та шелсĕр; вĕсенĕн сасси тинĕс шавĕ пек; эй Вавилон хĕрĕ, вĕсем санпала тытăçмашкăн учĕсемпе вирхĕнсе çитрĕç те — ĕнтĕ санпа çапăçма хатĕр.
(43) Вавилон патши вĕсем çинчен илтрĕ те — алли усăнчĕ унăн; ача çуратакан арăм асапĕ евĕр асап пусрĕ ăна.
(44) Иордан хĕрринчи хăмăшлăхран кĕтÿлĕхе тухакан арăслан пек, Эпĕ вĕсене пĕр кĕтмен çĕртен хăваласа кăларăп, вĕсен чи лайăх такисене тапăнăп! кам Ман пек пулайĕ? кам Мана сăмах чĕнме пултарĕ? мĕнле кĕтÿçĕ Мана хирĕç тăрайĕ?
(45) Эппин, Çÿлхуçа Вавилон пирки мĕн палăртса хунине, Халдея çĕрĕ пирки Вăл мĕн шутласа хунине итлĕр: путексене кĕтÿрен тытса хăваласа кайĕç, вĕсемпе пĕрле Вăл кĕтÿлĕхе те пĕтерĕ.
(46) Вавилона ярса илĕç, çапăçу шавĕпе çĕр чĕтренсе кайĕ, халăхсем хушшинче кăшкăрни илтĕнсе тăрĕ.

51

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Çÿлхуçа çапла калать: акă Вавилон çине, халдейсем çине тĕп тăвакан çил ярăп.
(2) Вавилон çине сăвăракансем ярăп та — вĕсем ăна сăвăрĕç, унăн çĕрне пушатса хăварĕç; хĕн-асап кунĕнче ăна пур енчен те тапăнĕç.
(3) Ĕнтĕ тĕкĕрçĕ ăна уххипе тĕллетĕр, вăрçă тумтирне тăхăнтăр; унăн яш ачисене ан хĕрхенĕр, унăн пĕтĕм çарне пĕтерсе тăкăр.
(4) Аманнисем Халдея çĕрĕнче, чиксе пăрахнисем Вавилон урамĕсенче выртчăр.
(5) Израильпе Иудăна хăйсенĕн Турри, Саваоф Çÿлхуçа, тăлăх арăм пек тăратса хăварман, çĕрĕ Израиль Святойĕ умĕнче çылăхпа тулса ларнă пулин те, Вăл вĕсене пăрахман.
(6) Вавилонăн усал ĕçĕсемшĕн пĕтес мар тесессĕн, тарăр унтан, чунăра çăлса хăварăр: Çÿлхуçа тавăрас вăхăт çитрĕ, Вăл ăна тивĕçлипе тавăрать.
(7) Вавилон Çÿлхуçа аллинчи ылтăн курка — пĕтĕм çĕре ÿсĕртекен курка — пулнă; халăхсем çав куркаран эрех ĕçнĕ, халăхсем вара ухмаха тухнă.
(8) Вавилон кĕтмен çĕртен ÿксе арканчĕ; хÿхлĕр уншăн, суранĕ валли сиплĕ им-çам илĕр — тен, вăл сывалĕ.
(9) Эпир Вавилона имлерĕмĕр, анчах вăл сывалмарĕ; пăрахăр ăна, кашнийĕ харпăр хăй çĕрне каяр, ун çине хунă айăплав тÿпенех çитнĕ, пĕлĕте çитиех çĕкленнĕ.
(10) Çÿлхуçа пирĕн тĕрĕслĕхе тÿрре кăларчĕ; каяр та Сионра Çÿлхуçа Туррăмăрăн ĕçне пĕлтерер.
(11) Çĕмренĕрсене хăйрăр, йĕннĕрсене тултарăр! Çÿлхуçа Миди патшисен чун хавалне хускатса янă, мĕншĕн тесессĕн Вăл Вавилона хирĕç тăма шухăшласа хунă — Вăл ăна пĕтересшĕн; ку вăл Çÿлхуçа тавăрни, Хăйĕн Çурчĕшĕн тавăрни пулать.
(12) Вавилон хÿмине хирĕç ялав çĕклĕр, тимлĕ сыхласа тăрăр, хурал лартса тухăр, пытанса тăма хатĕрленĕр: Çÿлхуçа Хăй мĕн шухăшланине, Вавилон çыннисем пирки мĕн каланине тăватех.
(13) Эй аслă шывсем хĕрринче пурăнакан, тулăх мулпа ырă куракан! санăн пĕтес куну çитрĕ, ĕмĕтсĕрлĕхÿ вĕçленчĕ.
(14) Саваоф Çÿлхуçа Хăйĕнпе Хăй тупа турĕ: чăн калатăп, кунта хĕрлĕ шăрчăк пек йышлă халăх килсе тулĕ, вĕсен çĕнтерÿллĕ шавĕ янăраса тăрĕ.
(15) Çĕре Вăл Хăйĕн хăвачĕпе пултарнă, тĕнчене Хăйĕн ăслăлăхĕпе çирĕплетнĕ, тÿпене Хăйĕн ăс-тăнĕпе карса хунă.
(16) Сасă парать те Вăл — тÿпере шывсем шавлаççĕ, Вăл çĕр хĕрринчен пĕлĕтсем хăпартать, çумăр витĕр çиçĕм çиçтерет, Хăйĕн управăшĕнчен çил кăларать.
(17) Пĕлÿсĕр çын ăссăрла хăтланать, шăратса йĕрĕх ăсталакан хăйне намăса хăварать: вăл тунă йĕрĕх — суя япала, унра сывлăш çук.
(18) Ку вăл — ниме тăман, аташса тунă ĕç; Вăл килсе пăхнă чухне вĕсем çухалĕç.
(19) Иаков Турри — ун пек мар: Вăл — Пурне те Пултаракан Турă, Израиль — Унăн халăхĕ, Унăн еткерлĕхĕ, Унăн ячĕ — Саваоф Çÿлхуçа.
(20) Эсĕ — Манăн çапкăч, çар кăралĕ; Эпĕ санпала халăхсене çĕнтертĕм, санпала патшалăхсене пĕтертĕм;
(21) санпала утне те, юланутçине те çапса ÿкертĕм, санпала çар урапине те, унăн лавçине те çапса ÿкертĕм;
(22) санпала упăшкипе арăмне те çапса ÿкертĕм, санпала ваттипе çамрăккине те çапса ÿкертĕм, санпала каччăпа хĕре те çапса ÿкертĕм;
(23) санпала кĕтÿçĕпе унăн кĕтĕвне те çапса ÿкертĕм, санпала çĕр ĕçлекенпе унăн ĕç выльăхне те çапса ÿкертĕм, санпала çĕр пуçлăхĕсене те, хула пуçлăхĕсене те çапса ÿкертĕм.
(24) Вавилона, Халдея çыннисене пурне те вĕсем Сион çинче сирĕн куçăр умĕнче тунă усал ĕçсемшĕн тавăрăп, тет Çÿлхуçа.
(25) Эй тĕп тăвакан сăрт-ту, Эпĕ сана хирĕç çĕклентĕм! тет Çÿлхуçа, эсĕ пĕтĕм çĕре тĕп тăваттăн, халĕ акă аллăма сан çине тăсăп та — сана чул хысакĕ çинчен туртса ÿкерĕп те çунса-ĕнсе кайнă сăрт туса хăварăп.
(26) Санран вара çурт кĕтесĕ тума та, çурт никĕсĕ тума та чул илмĕç, эсĕ ĕмĕрлĕхе хăрăнса юлăн, тет Çÿлхуçа.
(27) Пур çĕрте те ялав çĕклĕр, халăхсем хушшинче трупа кăшкăртăр, халăхсене Вавилонпа вăрçă вăрçма хатĕрлĕр, ăна хирĕç кайма Арарат, Минни, Аскеназ патшалăхĕсене чĕнсе илĕр, ăна хирĕç çапăçма çулпуç лартăр, учĕ-урхамахĕ хĕрлĕ шăрчăк чухлĕ пултăр.
(28) Вавилона хирĕç çапăçма халăхсене хатĕрлĕр, Миди патшисене, çав çĕрĕн пуçлăхĕсене, унти хуласен пуçлăхĕсене, ăна пăхăнса тăракан пĕтĕм çĕре хатĕрлĕр.
(29) Çĕр чĕтренсе кисренет: Çÿлхуçа Вавилон çĕрне пушхир тума, çынсăр хăварма шутласа хуни вырăна килет.
(30) Вавилон çарçисем çапăçма пăрахрĕç, хăйсен тĕреклĕлетнĕ вырăнĕсенче лараççĕ; вĕсен вăйĕ пĕтсе çитнĕ, хĕрарăмсем пек пулса тăнă, вĕсен çурчĕсене çунтарса янă, сăлăпĕсене çапса салатнă.
(31) Пĕлтерÿçĕ тепĕр пĕлтерÿçĕне хирĕç, хыпарçă тепĕр хыпарçăна хирĕç чуптăр, Вавилон патшине пĕлтерччĕр: унăн хулине пур енчен те ярса илнĕ,
(32) каçăсене ярса илнĕ, керемсене çунтарса янă, çарçисем сехĕрленсе ÿкнĕ.
(33) Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, çапла калать: Вавилон хĕрĕ — таптаса пусаракан йĕтем пек; кăшт-кăштахран уншăн вырас вăхăт çитĕ.
(34) Вавилон патши Навуходоносор мана çирĕ, кăшларĕ; манран пушă савăт турĕ; мана аçтаха пек çăтрĕ; мана çие-çие киленчĕ; хырăмне тултарчĕ те — мана кăларса пăрахрĕ.
(35) Сион хĕрĕ: «мана кăтартнă асаппа мăшкăл Вавилона çиттĕр» тейĕ, Иерусалим: «манăн юнăм — Халдея çыннисем çинче» тейĕ.
(36) Çÿлхуçа çапла калать: акă Эпĕ санăн хутна кĕрĕп, саншăн тавăрăп, унăн тинĕсне типпе хăварăп, çăлкуçне шывсăр хăварăп.
(37) Вавилон вара ишĕлчĕк купи, шакал пурăнмалли вырăн, сехре хăпартмăш та тĕнче кулли пулĕ, унта çын та пурăнмĕ.
(38) Вĕсем пурте арăслан пек ÿхĕрсе, арăслан çури пек уласа ярĕç.
(39) Ăшша пиçĕç те — ĕçтерĕп, ĕçтерсе ÿсĕртĕп, вĕсем савăнĕç-хавасланĕç те — ĕмĕрхи ыйхăпа çывăрса кайĕç; вăранаймĕç, тет Çÿлхуçа.
(40) Вĕсене пусмалли путексене, сурăх такисемпе качака такисене илсе кайнă пек илсе кайăп.
(41) Ах, Вавилона ярса илнĕ, пĕтĕм çĕрĕн мухтавне парăнтарнă! Вавилон ĕнтĕ халăхсем хушшинче сехре хăпартмăш пулса тăнă!
(42) Вавилон çине тинĕс килсе капланчĕ; шавлă хумсем Вавилона хупларĕç.
(43) Унăн хулисем сехре хăппи пулса юлчĕç, вăл типĕ çĕр, пушхир, çын пурăнман вырăн пулса тăчĕ, ун тĕлĕпе этем ывăлĕ çÿремест.
(44) Вавилонра акă Бела пырса пăхăп, ун çăварĕнчен хăй çăтса янине туртса кăларăп, халăхсем текех ун патне çÿремĕç, Вавилон хÿми те ишĕлсе анĕ.
(45) Эй халăхăм, унтан кайăр! Çÿлхуçанăн çулăмлă çиллинчен пурăнăçăра çăлса хăварăр!
(46) Сирĕн чĕрĕр ан шиклентĕр, çĕр çинче сарăлакан сас-хураран ан хăрăр; пĕр çулĕнче хыпар килет, тепĕр çулĕнче те — хыпар: «çĕр çинче — пусмăр, пĕр патша — тепĕр патшана хирĕç!»
(47) Çавăнпа та Эпĕ Вавилон йĕрĕхĕсене айăплас кунсем çитеççĕ, унăн пĕтĕм çĕрĕ намăса юлĕ, урамĕсенче аманнисем йынăшса выртĕç.
(48) Тÿпепе çĕр, вĕсем çинче мĕн пурри хĕпĕртенĕ, мĕншĕн тесессĕн çурçĕртен Вавилона тустаракансем килеççĕ, тет Çÿлхуçа.
(49) Вавилон Израилĕн аманнă çыннисене вĕлерсе тухнă пек, Вавилонра та çĕршывăн мĕнпур çыннине вĕлерсе тухĕç.
(50) Хĕçрен хăтăлнисем, кайăр, чарăнса ан тăрăр, инçетри çĕршывра Çÿлхуçана аса илĕр, Иерусалим сирĕн чĕрĕрте пултăр.
(51) Хамăра хăртнине илтнĕ чухне пире намăсчĕ; ют çĕр çыннисем Çÿлхуçанăн таса Çуртне кĕрсессĕн, пире мăшкăл хупланăччĕ.
(52) Çавăншăн ĕнтĕ Эпĕ унăн йĕрĕхĕсене айăплас кун çывăхарать, тет Çÿлхуçа, ун чухне унăн пĕтĕм çĕрĕ çинче аманнисем йынăшса выртĕç.
(53) Вавилон тÿпене çити çĕкленес пулсан та, тĕрекне çÿллĕ вырăнта çирĕплетсе лартас пулсан та, Ман ирĕкĕмпе ун патне тустаруçăсем пырĕç, тет Çÿлхуçа.
(54) Вавилон енчен йĕни, макăрни илтĕнет, Халдея çĕрĕнчен аркану кĕрлевĕ килсе çапать —
(55) Çÿлхуçа Вавилона çапла тустарать, унăн мăнаçлă сассине çапла путарать. Хумсем кĕрлеççĕ, кăра шывсем шавлаççĕ, вĕсен хăватлă сасси инçетре илтĕнет:
(56) Вавилон çине тустаруçă килет, унăн çарçисене тыткăна илсе кайĕç, вĕсенĕн уххисене аркатĕç: Çÿлхуçа, тавăРУ Турри, тивĕçлипе тавăрĕ.
(57) Унăн улпучĕсемпе ăсчахĕсене, çĕр пуçлăхĕсемпе хула пуçлăхĕсене, çарçисене ÿсĕрĕличчен ĕçтерĕп, вĕсем ĕмĕрхи ыйхăпа çывăрса кайĕç те вăранаймĕç, тет Патша, Унăн ячĕ — Саваоф Çÿлхуçа.
(58) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: Вавилонăн хулăн хÿмисем тĕппипех ишĕлсе пĕтĕç, унăн çÿллĕ хапхисем вутра çунса кайĕç; халăхсем кăлăхах ĕçленĕ эппин, йăхсем хăйсене вут-çулăмшăн асаплантарнă.
(59) Иеремия пророк Сераияна — Маасея ывăлĕн Нирийăн ывăлне — ÿкĕтлесе каланă сăмах, ăна вăл Сераия, патша канăвĕн пуçлăхĕ, тăваттăмĕш çул патшара ларакан Иудея патшипе Седекияпа пĕрле Вавилона тухса кайнă чухне каланă.
(60) Иеремия Вавилон çине килмелли пĕтĕм хĕн-хура пĕр уйрăм хут чĕркемĕ çине çырса хунă, унта вăл çакăнта Вавилон çинчен мĕн çырнине пурне те кăтартнă.
(61) Иеремия Сераияна çапла каланă: Вавилона çитсессĕн асту, çак сăмахсене пурне те вуласа пар та
(62) çапла кала: «эй Çÿлхуçамăр! Эсĕ çак çĕр çинчен ăна пĕр çын, пĕр выльăх юлмиччен, вăл ĕмĕрлĕхе пушхир пулса тăриччен пĕтеретĕп тесе малтанах каласа хунă» те.
(63) Çак хут чĕркемне вуласа пĕтерсен, ун çумне чул çых та ăна Евфрат варрине ывăт,
(64) вара çапла кала: «Вавилон та çакăн пекех путĕ, вăл Эпĕ яракан хĕн-хуртан çĕкленеймĕ, вĕсем пачах халсăрланса юлĕç» те. Иеремия сăмахĕсем çакăнта вĕçленеççĕ.

52

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14 15
16 17 18 19 20
21 22 23 24 25
26 27 28 29 30
31 32 33 34 35
36 37 38 39 40
41 42 43 44 45
46 47 48 49 50
51 52

(1) Патшана ларнă чухне Седекия çирĕм пĕррере пулнă, Иерусалимра вăл вунпĕр çул патшара ларнă; ун амăшĕн ячĕ — Хамуталь, вăл Ливна хулинчи Иеремия хĕрĕ пулнă.
(2) Седекия, Иоаким пекех, Çÿлхуçа умĕнче усал ĕçсем тунă;
(3) çавăнпа Иерусалимпа Иудăна Çÿлхуçа çилленсе çитнĕ те вĕсене Хăйĕн умĕнчен сирнĕ; Седекия пыра-киле Вавилон патшинчен уйăрăлнă.
(4) Вăл тăххăрмĕш çул патшара ларнă чухне, вуннăмĕш уйăхра, çав уйăхăн вуннăмĕш кунĕнче,
Вавилон патши Навуходоносор хăйĕн çарĕпе Иерусалим патне çитнĕ те ăна çавăрса илнĕ, ун йĕри-тавра тăпра хÿме купаласа тухнă.
(5) Хулана Седекия патшара вунпĕрмĕш çул ларичченех хупăрласа тăнă.
(6) Тăваттăмĕш уйăхра, çав уйăхăн тăххăрмĕш кунĕнче, хулара хăрушă выçлăх пуçланнă, çимелли пĕтĕмпе пĕтсе çитнĕ.
(7) Хула хÿмине витĕр шăтарнă та, çар çыннисем пурте тухса тарнă; вĕсем çĕрле патша сачĕ çумĕнчи икĕ хÿме хушшинчи хапхаран тухса айлăмри çулпа кайнă; хула йĕри-тавра халдейсем тăнă.
(8) Халдея çарĕ патшана хыçран хăваланă, Седекияна Иерихон айлăмĕнче хуса çитнĕ. Седекиян пĕтĕм çарĕ тарса пĕтнĕ.
(9) Патшана ярса тытнă, ăна Вавилон патши патне Ривла хулине, Емаф çĕрне, илсе пынă, ăна çавăнта Вавилон патши сут тунă.
(10) Вавилон патши ĕнтĕ Седекия куçĕ умĕнчех унăн ывăлĕсене чиксе пăрахнă, Иудея пуçлăхĕсене те Ривлăра чике-чике вĕлернĕ.
(11) Ĕнтĕ Седекиян куçĕсене чиксе шăтарнă, хăйне пăхăр тăлăпа тăллама хушнă; унтан Вавилон патши ăна Вавилона илсе кайнă та вилĕм кунĕ çитичченех тĕрмене хупса лартнă.
(12) Пиллĕкĕмĕш уйăхра, çав уйăхăн вуннăмĕш кунĕнче, — ку вăл Вавилон патши Навуходоносор вунтăххăрмĕш çул патшара ларнă чухне пулнă, — Иерусалима Навузардан — сыхлавçăсен пуçлăхĕ, Вавилон патшийĕн çывăх çынни — пырса çитнĕ,
(13) вăл Турă Çуртне те, патша керменне те, Иерусалимри мĕнпур пысăк çурта та вут тĕртсе çунтарса янă.
(14) Сыхлавçăсен пуçлăхĕпе пĕрле çитнĕ халдейсен çарĕ Иерусалим тавра хăпартнă хÿмене йăлтах ишсе тăкнă.
(15) Сыхлавçăсен пуçлăхĕ Навузардан хулара тăрса юлнă хăш-пĕр чухăнсене, Вавилон патши патне тарнă çынсене тата чĕрĕ юлнă ăстасене пурне те тыткăна илсе кайнă.
(16) Сыхлавçăсен пуçлăхĕ Навузардан унта иçĕм çырли пахчисенче ĕçлеме, çĕр ĕçлеме чухăн хура халăха çеç хăварнă.
(17) Халдейсем Çÿлхуçа Çурчĕ умĕнчи пăхăр юпасене, сапансене, Çÿлхуçа Çуртĕнчи пăхăр тинĕсе ишсе антарнă, мĕнпур пăхăрне Вавилона турттарса кайнă.
(18) Кĕлĕ тунă чухне усă курмалли хурансемпе калаксене те, çĕçĕсемпе алтăрсене те, кашăксемпе мĕнпур пăхăр савăта та хăйсемпе пĕрле илсе кайнă.
(19) Сыхлавçăсен пуçлăхĕ пĕтĕм ылтăнкĕмĕле те илсе кайнă: тирĕксемпе хыпкăчсене те, алтăрсемпе хурансене те, çу савăчĕсене те, тĕтĕркĕчсене те, куркасене те, ылтăн пулсан — ылтăнне, кĕмĕл пулсан — кĕмĕлне, пурне те илнĕ;
(20) Соломон Çÿлхуçа Çурчĕ валли тутарнă икĕ юпана, пăхăр тинĕсе, тинĕс айĕнчи сапана — вуникĕ пăхăр вăкăра — илсе кайнă; çак япаласенче мĕн чухлĕ пăхăр пулнине виçсе кăларма та май пулман.
(21) Кашни юпи вунсакăр чике çÿллĕш пулнă, ытамласа виçсессĕн вуникĕ чике пулнă; вĕсем хăвăл пулнă, пăхăр хулăнăшĕ тăватă пÿрне таран пулнă.
(22) Юпа тăрринче пăхăртан тунă пилĕк чике çÿллĕш кăшăл пулнă; кăшăлĕ тавра — нар улмисемпе илемлетнĕ чĕнтĕр, пурне те пăхăртан тунă; тепĕр юпин тăрри те çавнашкалах пулнă, нар улмисем те çавнашкалах пулнă.
(23) Пур енĕпе те — нар улми, тăхăрвун ултă улма, чĕнтĕр йĕри-тавра пĕтĕмĕшпе çĕр улма пулнă.
(24) Сыхлавçăсен пуçлăхĕ çавăн пекех аслă священника Сераияна, иккĕмĕш священника Цефанияна тата Турă Çурчĕн уратине сыхлакан виçĕ хуралçăна тыткăна илсе кайнă.
(25) Тата вăл çар çыннисен пуçлăхĕ пулнă пĕр хайрана, патша умĕнче тăнă çичĕ çынна, хулара юлнăскерсене, тата çарăн аслă çыруçине, çак çĕрĕн халăхне çар ĕретне çыраканскере, тата çĕршыв халăхĕн хулара тупăннă утмăл çыннине илсе кайнă.
(26) Навузардан, сыхлавçăсен пуçлăхĕ, вĕсене пурне те Вавилон патши патне Ривла хулине илсе кайнă.
(27) Вавилон патши вĕсене пĕтернĕ, вĕсене Емаф çĕрĕнчи Ривла хулинче вĕлернĕ. Иудăна хăйĕн çĕрĕнчен тыткăна хăваласа кайнă.
(28) Навуходоносор акă мĕн чухлĕ халăха тыткăна хăваласа кайнă: çиччĕмĕш çулхине — виçĕ пин те çирĕм виçĕ иудее;
(29) Навуходоносор вунсаккăрмĕш çул патшара ларнă чухне Иерусалимран сакăрçĕр вăтăр икĕ çынна хăваласа кайнă;
(30) Навуходоносор çирĕм виççĕмĕш çул патшара ларнă чухне сыхлавçăсен пуçлăхĕ Навузардан çичçĕр хĕрĕх пилĕк иудее хăваласа кайнă; пĕтĕмпе вара тăватă пин те ултçĕр çын пулать.
(31) Иехонияна, Иудея патшине, тыткăна илсе кайнă хыççăн вăтăр çичĕ çултан Вавилон патши Евилмеродах, хăй пĕрремĕш çул патшара ларнă чухне, Иудея патшине Иехонияна ырă тунă, ăна тĕрме çуртĕнчен кăларнă,
(32) вăл унпа кăмăллăн калаçнă, ăна вăл хăй патĕнчи, Вавилонри, патшасенчен мала хунă;
(33) унăн тĕрме тумтирне улăштарнă, Иехония вара ĕмĕрĕ тăршшĕпех ун патĕнче ĕçсе-çисе тăнă.

(34) Пурăнма мĕн кирлине ăна кунран-кунах, хăй виличченех, ĕмĕрĕ тăршшĕпех, патшаран парса тăнă.

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

[1] Парне кÿни.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.