Соломонăн Ăслăлăх Кĕнеки


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Соломонăн Ăслăлăх Кĕнеки

1

(1) Тÿрĕлĕхе юратăр, çĕр тÿрисем, Çÿл-хуçа çинчен ырă кăмăлпа шухăшлăр, Ăна шырамашкăн юмарт чĕреллĕ пулăр:

(2) Ăна Турра сăнаманнисем тупаççĕ, Вăл Хăйне ĕненмен çынна курăнмасть.

(3) Тĕрĕс мар ăсчахланни Турăран пăрса ярать, Вăй-Хăвата тĕрĕслени ăссăрсене çиеле кăларать.

(4) Ăслăлăх ултавлă чуна иленмест, çылăх чури пулнă ÿтре те тăмасть вăл:

(5) ăслăлăхăн таса Сывлăшĕ ултавран тарать, ăссăрла шухăшсенчен пăрăнать, çывăхаракан тĕрĕсмарлăх ăна хурлантарать.

(6) Ăслăлăх — этеме юратакан сывлăш, анчах Турра хурласа калаçакана хасасăр хăвармĕ: Турă — унăн шалти туйăмĕсене пĕлсе тăраканĕ, унăн чĕрине витĕр кураканĕ, унăн чĕлхине илтекенĕ.

(7) Çÿлхуçа Сывлăшĕ пĕтĕм тĕнчене тултарса тăрать, пур çĕрте те пулнăран кирек мĕнле сăмаха та пĕлет.

(8) Çавăнпа та тĕрĕс мар калакансем пĕри те пытанса юлаймĕç, Унăн питлекен тÿрĕ сутĕнчен пăрăнаймĕç.

(9) Усал çын епле тапăннине тĕрĕслĕç те, унăн йĕркесĕр ĕçĕсене тăрă шыв çине кăларса, унăн сăмахĕсем Çÿлхуçа патне çитĕç:

(10) тимлекен хăлха пурне те илтет, ÿпкелешÿ пытанаймĕ.

(11) Эппин, усăсăр ÿпкелешсе калаçасран асăрханăр, чĕлхĕр усал сăмах каласран сыхланăр: вăрттăн сăмах та ахаль иртмест, элеклекен чĕлхе-çăвар чуна вĕлерет.

(12) Пурăнăçăрта аташса çÿресе вилĕме ан васкатăр, вилĕме аллăрсен ĕçĕпе хăвăр енне ан çывăхартăр.

(13) Вилĕме Турă пултарман, Вăл пурăнакансем вилнишĕн савăнмасть:

(14) Вăл пурне те пурăнăçшăн тунă, тĕнчере мĕн пултарни пурте пурăнăçа упрать, çĕр çинче синкерлĕ наркăмăш та çук, тамăк патшалăхĕ те çук.

(15) Тÿрĕлĕх вилĕмсĕр, суя-ултав вара вилĕм кÿрет:

(16) усал çынсем аллисемпе те, сăмахĕсемпе те йыхăрчĕç ăна, ăна тус вырăнне хучĕç, уншăн хăрăнчĕç, унпа килĕшÿ турĕç: вĕсем ĕнтĕ унăн пайĕ пулма тивĕçлĕ.

2

(1) Тĕрĕс мар шухăшласа, хăйсене хăйсем çапла каларĕç: «пирĕн пурăнăç кĕске те хурлăхлă, этем вилĕмрен çăлăнаймĕ, тамăкран хăтаракана пĕлмеççĕ.

(2) Эпир ăнсăртран çуралнă, кайран та халиччен пулман пекех пулăпăр: пирĕн сăмсари сывлан сывлăш — тĕтĕм çеç, ăс-тăн та — пирĕн чĕре таппин хĕмĕ çеç.

(3) Пурăнăç сÿнсессĕн ÿт каллех тăпра пулĕ, пурăнăç чĕмĕ шĕвĕ сывлăш пек саланĕ;

(4) вăхăт иртнĕçемĕн ятăмăрсем те манăçа тухĕç, ĕçĕмĕрсене те никам та аса илмĕ; пурăнăçăмăр пĕлĕт йĕрĕ пек иртсе кайĕ, хĕвел шевлисем сапаланă, унăн ăшшипе тумла пулнă тĕтре пек çухалĕ.

(5) Пирĕн пурăнăç — ĕмĕлке шуса иртни, вилсессĕн каялла таврăнаймăпăр: ĕнтĕ пичет пуснă, никам та таврăнаймĕ.

(6) Эппин, паянхи ырăлăхсемпе киленер-и, çут тĕнчепе хастаррăн, яшлăхри пек, усă курар-и;

(7) хаклă эрехпе, ырă шăршăллă сĕрĕшсемпе кăмăла тултарар-и — пурăнăçăн çурхи илемĕ пирĕн çумран ан ирттĕр;

(8) шанса кайиччен кĕлчечекрен пуçкăшăль туса тăхăнар-и;

(9) пирĕн хушшăмăрта пĕри те хамăр савăнăçпа киленмесĕр ан юлтăр; пур çĕрте те хаваслăх йĕрĕ хăварар: ку вăл — пирĕн шăпа, пирĕн ăраскал.

(10) Тÿрĕ пурăнакан чухăна хĕсĕрлĕпĕр, тăлăх арăма хĕрхенмĕпĕр, ватă çыннăн нумай çулхи кăвак çÿçĕнчен те именмĕпĕр.

(11) Пирĕн вăй тÿрĕлĕх саккунĕ пултăр: вăйсăрлăхăн уссийĕ çук.

(12) Сăваплă çынна хирĕç кавар тăвăпăр: вăл пире кансĕрлет, пирĕн ĕçсене хирĕç тăрать, пире саккуна хирĕçле çылăх тăватăр тесе ÿпкелет, пире тĕрĕс мар пĕлÿ илнĕ тесе сивлет;

(13) хăй Турра пĕлни çинчен хыпарлать, хăйне Çÿлхуçа ывăлĕ тет;

(14) пирĕн умра вăл — пирĕн шухăш-кăмăла питлекенĕ.

(15) Пире ун çине пăхма та йывăр: унăн пурăнăçĕ ыттисен пурăнăçĕ пек мар, унăн çулĕ-йĕрĕ те урăхла:

(16) пире вăл киревсĕр тесе шутлать те пирĕн çулран тасамарлăхран пăрăннă пекех пăрăнать, тÿрĕ çынсен вилĕмне телейлĕ вилĕм вырăнне хурать, чапшăн çунса, Турра хăйĕн ашшĕ теет.

(17) Унăн сăмахĕсем чăн-и, чăн мар-и, — курăпăр-ха, унăн вĕçĕ мĕнле пулассине сăнăпăр-ха:

(18) эхер те çак сăваплă çын Турă ывăлĕ пулсассăн, Турă ăна хÿтĕлĕ, тăшманĕсен аллинчен хăтарĕ.

(19) Вăл йăвашшине пĕлмешкĕн, вăл усаллăха епле тÿснине курмашкăн ăна мăшкăлласа, асап кăтартса сăнăпăр;

(20) ăна чыссăр вилĕмпе вилмелле тăвăпăр: хăй каланă тăрăх, ăна килсе пăхаççĕ имĕш».

(21) Вĕсем çапла ăсчахланчĕç те — йăнăшрĕç: вĕсене хăйсен усаллăхĕ суккăрлатрĕ,

(22) вĕсем Турă вăрттăнлăхне пĕлеймерĕç, сăваплăхшăн ырăлăх кĕтмерĕç, таса чунсем тивлете тивĕçеççĕ тесе шутламарĕç.

(23) Турă этеме вилмешкĕн пултарман, ăна Хăйĕн ĕмĕрлĕх пурăнăçĕн сăнарне панă;

(24) анчах шуйттан кĕвĕçнине пула тĕнчене вилĕм килнĕ, çавăнпа ăна шуйттан майлă çынсем тÿсеççĕ.

3

(1) Тÿрĕ çынсен чунĕсем вара — Турă аллинче, вĕсене асап тивмĕ.

(2) Ăссăррисен шучĕпе, вĕсем вилнĕ имĕш, вĕсен пурăнăçĕ вилĕмпе вĕçленет имĕш,

(3) вĕсем пирĕнтен уйăрăлса кайнине тĕп пулни тееççĕ; лешĕсем вара канăçлă тăраççĕ:

(4) вĕсене çынсен куçĕ умĕнче хаса парсассăн та вĕсем вилĕмсĕрлĕхе çирĕп шанаççĕ.

(5) Вĕсем, кăшт хаса тÿснисем, ырăлăхне нумай илĕç, мĕншĕн тесессĕн вĕсене Турă тĕрĕсленĕ, вĕсем Турра тивĕçлĕ иккенне курнă.

(6) Вăл вĕсене вучахра ылтăн шăратнă пек тĕрĕсленĕ, вĕсене Вăл пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿнĕ парне вырăнне йышăннă.

(7) Вĕсем хăйсене килсе пăхнă чухне улăм пĕрчи тăрăх чупакан çулăм евĕр çуталĕç.

(8) Ăрусене сут тăвĕç, халăхсене тытса тăрĕç, Çÿлхуçа вара ĕмĕр-ĕмĕрĕпе вĕсенĕн Патши пулĕ.

(9) Ăна шанакансем чăнлăха пĕлсе çитĕç, Ăна шанчăклă юратакансем Унпа пĕрле пулĕç: Унăн суйласа илнĕ çыннисене тивлетпе ырăлăх тивĕ, Вăл Хăйĕн сăваплă çыннисене килсе пăхĕ.

(10) Йĕркесĕр çынсем вара ăсчахланса калаçнăшăн, тÿрĕ çынна хисеплеменшĕн, Çÿлхуçаран пăрăннăшăн хаса тÿсĕç:

(11) ăслăлăхран, ÿкĕтлесе каланинчен йĕрĕнекен — телейсĕр, вĕсен шанчăкĕ — вырăнсăр, ĕçĕ-хĕлĕ усăсăр, вĕсем мĕн туни — юрăхсăр.

(12) Вĕсен арăмĕсем ăссăр, вĕсен ачисем усал, вĕсен йăхĕ ылханлă.

(13) Айккинче çÿремен, ятне яман арăм, хĕсĕр пулсассăн та, телейлĕ; сăваплă чунсене килсе пăхнă чухне вăл çимĕçлĕ пулĕ.

(14) Аллипе йĕркесĕр ĕç туман, Çÿлхуçана хирĕç чее шухăш тытман хайран та телейлĕ: ĕненнĕшĕн Çÿлхуçа Çуртĕнче ăна ятарлă тивлет, питех те кăмăллă шăпа тивĕ.

(15) Ырă ĕçсен çимĕçĕ мухтавлă, ăслăлăх тымарĕ хускалмасть.

(16) Аскăн арлă-арăмлă çынсен ачисем юравсăр пулĕç, айккинче тупнă вăрлăх пачах çухалĕ.

(17) Нумай пурăнас пулсассăн та, вĕсене нимĕн вырăнне те хумĕç, вĕсенĕн кая юлнă ватлăхĕ те хисепсĕр пулĕ.

(18) Эхер те ир вилес пулсассăн, сут кунĕнче вĕсемшĕн шанчăк та, йăпанăç та пулмĕ:

(19) ĕнтĕ усал йăхăн вĕçĕ те хăрушă.

4

(1) Ырă та йĕркеллĕ пулсассăн, ачасăр çын та хисеплĕ: ыррине ĕмĕрĕпе асра тытаççĕ, вăл — вилĕмсĕр: ăна Турă та, çынсем те йышăнаççĕ.

(2) Ыррине курсассăн, ун евĕрлĕ пулма тăрăшаççĕ, ырри кайсассăн, ун еннелле ăнтăлаççĕ; тÿрĕ çынсем, сăваплă ĕçĕсемпе çĕнтернĕскерсем, кайран ĕмĕрлĕх савăнăçпа савăнаççĕ.

(3) Йĕркесĕр çынсене хăйсем ĕрчевлĕ пулни те усă кÿмест, аскăн арлă-арăмлă çынсен хунавĕсем тарăн тымар яраймаççĕ, вĕсен никĕсĕ тĕреклĕ пулаймасть;

(4) турачĕсем вăхăтлăха ешерсессĕн те, тĕрекĕ çуккипе, çил вĕрнĕ-вĕрменех силленме пуçлĕç, кассăн-кассăн çил килсен тымарĕпех тăпăлса тухĕç;

(5) черченкĕ турачĕсем хуçăлса пĕтĕç, çимĕçĕ усăсăр, апат валли пиçсе çитейменскер, пачах юравсăр пулĕ:

(6) йĕркесĕр пурăнса çуратнă ачасем ĕнтĕ хăйсен ашшĕ-амăшне тĕпченĕ чухне вĕсен аскăнлăхне кăтартакан кÿнтелен пулĕç.

(7) Тÿрĕ çын вара, ир вилсессĕн те, канăçлăхра пулĕ.

(8) Ырă ватлăх нумай пурăннинче мар, ăна çулсен шучĕпе виçмеççĕ:

(9) ăслăлăх вăл — çынсенĕн кăвак çÿçĕ, айăпсăр пурăнăç — ватлăхăн кун-çулĕ.

(10) Тÿрĕ пурăнса Турра юрăхлă пулнăран Вăл ăна юратать, çылăхлисем хушшинче пурăннăскере Хăй патне илет,

(11)  унăн ăс-тăнне усаллăх ан арпаштартăр е унăн чунне ултав ан илĕрттĕр тесе ăна Хăй патне куçарать.

(12) Мĕншĕн тесессĕн усаллăх илĕртни ыррине тĕксĕмлетет, ÿт пăлханни йăваш ăса ирсĕрлетет.

(13) Кĕске вăхăтрах тасалса çитнĕрен ăна, сахал пурăннă пулин те, нумай пурăннă темелле:

(14) – (15) унăн чунĕ Çÿлхуçана юрăхлă пулнă, çавăнпа вăл усаллăх хушшинчен кайма васканă. Çынсем çавна курнă, анчах ăнланман, вĕсем Унăн суйласа илнĕ çыннисене тивлетпе ырăлăх тивни çинчен, Вăл Хăйĕн сăваплă çыннисене килсе пăхасси çинчен шухăшламан та.

(16) Тÿрĕ çын хăйĕн вилĕмĕпе чĕрĕ юлнă усал çынсене айăплать, тасалса çитнĕ çамрăклăх çылăхлă çыннăн вăрăм ватлăхне айăплать:

(17) ĕнтĕ йĕркесĕр çынсем тÿрĕ çын вилнине курĕç, анчах Çÿлхуçа ун пирки малтанах палăртса хунине, ăна мĕншĕн хăрушлăхран хăтарнине ăнланаймĕç;

(18) вĕсем курĕç ăна, мăшкăллĕç, анчах Çÿлхуçа вĕсенчен кулĕ çеç;

(19) çакăн хыççăн вĕсем ĕмĕрлĕхе вилнисем хушшинче чыссăр виле те мăшкăл анчах пулса юлĕç: Вăл вĕсене чĕнейми туса çапса ÿкерĕ, никĕсне хускатĕ, вĕсем вара пĕтмеллипех хăрăнĕç, вĕсене асап çитĕ, вĕсем этем асĕнче те юлмĕç;

(20) вĕсем çылăхĕсене шутлаттарма кайнă чухне сехĕрленĕç, çылăхĕсем вĕсен умне тăрĕç те вĕсене айăплĕç.

5

(1) Çавăн чухне тÿрĕ çын хăйне кÿрентернĕ, хăйĕн таса ĕçĕсене йышăнман çынсем умне питĕ хăюллăн тăрĕ;

(2) лешĕсем, çакна курса, пăлханса-сехĕрленсе ÿкĕç, вăл кĕтмен çĕртен çăлăннинчен тĕлĕнĕç,

(3) ÿкĕнсе, сывлăшĕ пÿлĕннипе ассăн сывласа хăйсене хăйсем çапла калĕç: «ку — эпир тахçан тăрăхласа кулнă, мăшкăлланă çын-çке» тейĕç.

(4) «Ăссăрсем, эпир унăн пурăнăçне ăсран тайăлнă çын пурăнăçĕ, вилĕмне чыссăр вилĕм тесе шутларăмăр!

(5) Епле-ха ăна Турă ывăлĕсен шутне, шăпине сăваплисен шăпи шутне кĕртнĕ?

(6) Эппин, эпир чăнлăх çулĕнчен аташса кайнă, пире тÿрĕлĕх çути çутат-ман, пирĕншĕн хĕвел те тухман.

(7) Эпир йĕркесĕр ĕçсемпе вилĕм ĕçĕсем туса тултарнă, иртсе çÿрейми пушхирсемпе çÿренĕ, анчах Çÿлхуçа çулне пĕлеймен.

(8) Мăнаçлăх пире мĕн усси кÿчĕ, пуянлăх, чапшăн çунни мĕн пачĕ пире?

(9) Çакă пĕтĕмпе ĕмĕлке пек, хăвăрт сÿнекен сас-хура пек çухалчĕ.

(10) Хумханакан шыв çийĕн карап иртсе кайсассăн, ĕнтĕ хумсем хушшинче унăн йĕрне те, унăн тĕпĕ хăварнă çула та тупаймăн;

(11) сывлăшра вĕçсе иртекен кайăк хыççăн та унăн çулĕн нимĕнле палли те юлмасть, кайăкĕ хăвăрт вĕçсе пынăран çуначĕ сывлăша çурса пырать, сывлăшĕ варкăшса юлать, кайăкĕ вĕçсе иртрĕ — сывлăшра пĕр паллă та юлмарĕ;

(12) е тата — тĕллесе янă çĕмрен те çавăн пекех: вăл çурса иртекен сывлăш çийĕнчех каялла пĕрлешет те — çĕмрен ăçтан вĕçсе иртнине те пĕлейместĕн;

(13) çавăн пекех эпир те çуралнă та — вилнĕ, ырă ĕçĕн пĕр паллине те кăтартаймарăмăр, хамăрăн усаллăхпах хăрăнтăмăр» тейĕç.

(14) Ĕнтĕ йĕркесĕр çыннăн шанчăкĕ çил вĕçтерекен кăпăк пек, тăвăл çавăрттаракан пас пек, çил сăвăракан тĕтĕм пек çухалать, пĕр кунлăх хăнана манăçнă пекех иртсе каять.

(15) Тÿрĕ çынсем вара ĕмĕр-ĕмĕр пурăнаççĕ; вĕсенĕн тивлечĕ — Çÿлхуçара, вĕсемшĕн Çÿлти Турă тăрăшать.

(16) Çавăнпа вĕсем Çÿлхуçа аллинчен мухтав патшалăхĕпе илемлĕ пуçкăшăль илĕç: Вăл вĕсене сылтăм аллипе хупăрлĕ, хăвачĕпе хÿтĕлĕ.

(17) Вăл пĕтĕм кăралне — Хăйĕн тимлĕхне — илĕ, çутçанталăка тăшмана тавăрма тăратĕ;

(18) хурçă тумтир — тÿрĕлĕх — тăхăнĕ, пуçне тимĕр калпак — тÿрĕ сут — тăхăнĕ;

(19) аллине никам çĕнтерейми хулкан — сăваплăх — тытĕ;

(20) Вăл хаяр çиллине хĕç пек çивĕчлетĕ, Унпа пĕрле пĕтĕм тĕнче ăссăрсене хирĕç тухĕ.

(21) Тĕл тивертекен çиçĕм çĕмренĕсем вирхĕнĕç, хытă карăнтарнă ухă вĕçтерсе янă пек, пĕлĕтсенчен вĕçсе тухса тĕл лектерĕç.

(22) Чулравпа пенĕ евĕр, пăр тăкăнĕ хаяррăн; тинĕс шывĕ вĕсене курайми пулса çитĕ, юханшывсем вĕсене тискеррĕн путарĕç;

(23) вĕсене хирĕç Хăватлăх сывлăшĕ çĕкленĕ, вĕсене çавраçил пек вĕрсе салатĕ.

(24) Иĕркесĕрлĕх çапла пĕтĕм çĕре пушатса хăварĕ, усал ĕç вăйлисене вырăнтан сирпĕтсе антарĕ.

6

(1) Эппин, итлĕр, патшасем, ăса кĕрĕр, вĕренĕр, пĕтĕм çĕр тÿрисем!

(2) Тăнлăр, нумайăшне тытса тăракансем, халăхсене алăра тытнипе мăнаçланакансем!

(3) Патшалăхăра сире Çÿлхуçа панă, вăй-хăват та — Çÿлти Турăран, Вăл сирĕн ĕçĕрсене тĕпчĕ, шухăшăрсене тĕрĕслĕ:

(4) эсир, Унăн патшалăхĕшĕн ĕçлес çынсем, тÿррипе сут туман, саккуна уяман, Турă ирĕкĕпе пурăнман.

(5) Вăл сирĕн пата кĕçех хăрушшăн килĕ, пуçлăхра тăракансене çирĕп сут тăвĕ:

(6) мĕскĕн çынна каçарĕ, вăйлисене вара вăйлă тĕрĕслĕ, тĕппипе тĕпчесе пĕлĕ.

(7) Пуринĕн те Çÿлхуçи никамран та хăрамĕ, аслăлăхран та шикленмĕ: кĕçĕннине те, аслине те Вăл пултарнă, Вăл пуриншĕн те пĕр пекех тăрăшать;

(8) анчах пуçлăхра тăракансене çирĕп тĕрĕслев кĕтет.

(9) Эппин, хаяр патшасем, ăслăлăха вĕренĕр, çылăха кĕрсе ан ÿкĕр тесе сăмахăма сире калатăп:

(10) сăваплăха сăваплăн упракансем сăваплă пулĕç, çакна тума вĕреннисем тÿрре тухĕç.

(11) Апла манăн сăмахăмсене йышăнăр, вĕсене юратăр та вĕренĕр.

(12) Ăслăлăх çутă та чĕрĕ, шанмасть, хăйне юратакана хăвăрт курăнать, хăйне шыракана тупăнать;

(13) хăйне пĕлес теекенсем патне вăл хăех, малтанах, пырать.

(14) Ир-ирех ăна шырама тытăнакан ĕшенмест: ăслăлăха вăл хăйĕн алăкĕ умĕнчех тупĕ: вăл çавăнтах ларать-мĕн.

(15) Ун çинчен шухăшланиех ăс-тăна тасатать, уншăн çĕр çывăрман çын часах чăрмавсенчен хăтăлать:

(16) ăслăлăх вăл хăйне тивĕçлисене хăех йĕри-тавра шыраса çаврăнать, савăк кăмăлĕпе вĕсене çул çинче курăнать, вĕсене кирек мĕн шухăшласассăн та тĕл пулать.

(17) Ăслăлăх пуçламăшĕ — ăна вĕренесшĕн ăнтăлни,

(18) вĕренме тимлени вара — юрату, юрату вара — ăслăлăх саккунĕсене упрани, саккунсене уяни вара — вилĕмсĕрлĕх никĕсĕ,

(19) вилĕмсĕрлĕх вара Турă патне çывăхартать;

(20) çавăнпа та ăслăлăхшăн ăнтăлни ĕмĕрлĕх патшалăх патне илсе çитерет.

(21) Çапла вара, халăхсенĕн хуçисем, эсир патша пуканĕпе, патшалăх туйипе киленетĕр пулсассăн, ĕмĕрех патшара ларас тесессĕн, ăслăлăха хисеплĕр.

(22) Ăслăлăх мĕн вăл, мĕнле пулса кайнă вăл — пĕлтерĕп,

(23) сирĕнтен нимĕнле вăрттăнлăха та пытармăп, ăна пуçламăшĕнчен пуçласах тишкерĕп,

(24) ăна мĕнле пĕлсе çитмеллине уçса парăп, чăнлăхран пăрăнса иртмĕп;

(25) хавшатакан-кăшлакан кĕвĕçÿпе пĕрле каймăп: кĕвĕçÿпе ăслăлăхăн пĕр пекки нимĕн те çук.

(26) Ăсчахсем нумай пулсассăн, тĕнче çăлăнĕ, ăслă-тăнлă патша — халăх тăнăçлăхĕ.

(27) Эппин, манăн сăмахăмсенчен вĕренĕр, сирĕншĕн усăллă пулĕ.

7

(1) Ыттисем пекех, эпĕ те — вилес çынах, çĕр çинчи малтанхи çын тăхăмех.

(2) Эпĕ те аннем варĕнче ар вăрлăхĕнчен, çывăрса киленнĕ хыççăн, тĕвĕленнĕ, юн кĕвелсессĕн вунă уйăх хушши ÿтленнĕ.

(3) Çуралсассăн эпĕ те пурте сывлан сывлăшпах сывлама пуçланă, çак çĕр çинех çуралнă, ыттисем пекех чи малтан макăрса сасă панă,

(4) мана та кипкепе пиелесе, кăкăр парса ÿстернĕ;

(5) пĕр патша та урăхла çуралман:

(6) пурăнăçа пурте пĕр пекех килеççĕ, пĕр пекех каяççĕ.

(7) Çавăнпа кĕлтурăм та эпĕ — Турă мана ăс-тăн пачĕ; тархасларăм та — ман çине ăслăлăх сывлăшĕ анчĕ.

(8) Эпĕ ăна патшалăх туйипе патша пуканĕнчен маларах хутăм, унпа танлаштарсассăн, пуянлăха нимĕн вырăнне те хумарăм;

(9) хаклă чула унпа танлаштармарăм: унăн умĕнче мĕнпур ылтăн — ниме тăман хăйăр çеç, кĕмĕл те, унпа танлаштарсассăн, — пылчăк çеç.

(10) Эпĕ ăна сывлăхпа илемрен те ытларах юратса пăрахрăм, ăна хĕвел çутинчен те ытларах кăмăлларăм, мĕншĕн тесессĕн ăслăлăх çути нихăçан та сÿнмест.

(11) Унпа пĕрле унăн алли урлă ман патăма мĕнпур ырăлăх, темĕн тĕрлĕ пуянлăх çитрĕ;

(12) эпĕ пуриншĕн те савăнтăм: ĕнтĕ вĕсене ăслăлăх ертсе пынă, анчах эпĕ çакна вăл çуратнине пĕлмен.

(13) Эпĕ чееленмесĕр вĕрентĕм, кĕвĕçмесĕр вĕрентетĕп, унăн пуянлăхне пытармастăп:

(14) ăслăлăх çынсемшĕн — иксĕлми мул; унпала усă курса, вĕренÿ пархатарĕ пулăшнипе вĕсем Турăпа çывăхланаççĕ.

(15) Турă мана Хăй ирĕкĕпе калаçма, хама парнеленĕ ырăлăх çинчен тивĕçлипе шухăшлама хал патăрччĕ çеç: ăслăлăх патне Вăл ертсе пырать, ăсчахсене Вăл тÿрлетет.

(16) Эпир хамăр та, пирĕн сăмахсем те, кирек мĕнле ăс-хакăл та, ĕç ăслайĕ те — Унăн аллинче.

(17) – (18) Тĕнче тытăмне, çутçанталăк вăйĕсене, вăхăт пуçламăшне, вĕçне, варрине, хĕвел çаврăннине, вăхăт ылмашăвне,

(19) çулталăк çаврăмне, çăлтăрсен вырăнне,

(20) чĕрчунсен еккипе тискер кайăксен йăлине, çил çулĕ-йĕрĕпе этем шухăшне, ÿсентăрансен уйрăмлăхĕпе тымарсен вăйне пĕлсе çитмешкĕн Вăл мана мĕн пуррийĕ çинчен Хăй чăн пĕлÿ пачĕ.

(21) Эпĕ пĕтĕмпех — вăрттăннине те, куç умĕнчине те — пĕлсе çитрĕм: мана мĕн пуррийĕн ÿнерçи — Ăслăлăх — вĕрентрĕ.

(22) Ăслăлăх вăл — ăслă, сăваплă сывлăш, вăл — пĕртен-пĕрре, нумай тĕрлĕ, черчен, вăл çăмăллăн куçать, вăл çутă, таса, ăнлануллă, сиенсĕр, ырăлăхлă, вичкĕн, ăна тытса чараймастăн,

(23) вăл ырă тăвать, çынна юратать, вăл çирĕп, иккĕленÿсĕр, лăпкă, вăл яланах пĕр пек, вăл пĕтĕмпех курса тăрать, ăслă, таса, чи черчен сывлăшсене пурне те витĕрех кĕрет:

(24) ăслăлăх вăл пур куçаканнинчен хăвăртрах куçса çÿрет, хăйĕн тасалăхĕпе мĕнпур япалана витерет, шала кĕрет.

(25) Вăл — Турă хăвачĕ сывлани, Пурне те Тытса Тăракан мухтавлăхĕн çути сарăлни, çавăнпа унта нимĕнле вараланчăк та кĕреймест.

(26) Вăл — ĕмĕрхи çутă ялтравĕ, Турă ĕçĕсене кăтартакан таса тĕкĕр, Унăн ырăлăхĕн сăнарĕ.

(27) Вăл — пĕртен-пĕрре, анчах пурне те пултарать, хăйпе хăй тулса, пĕтĕмпех çĕнетет, йăхран йăха сăваплă чунсене куçса, Турă тусĕсене, пророксене хатĕрлет:

(28) Турă ăслăлăхпа пурăнакансемсĕр пуçне никама та юратмасть.

(29) Вăл хĕвелрен те илемлĕрех, çăлтăр йышĕнчен те хÿхĕмрех; çутăпа танлаштарсассăн вăл çÿлерех,

(30) мĕншĕн тесессĕн çутă каçпа ылмашăнать, ăслăлăха вара усаллăх çĕнтереймест.

8

(1) Вăл пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне çити хăватлăн сарăлать, пурне те усă кÿрет.

(2) Эпĕ ăна юратса пăрахрăм та çамрăклах шырарăм, ăна хама валли çураçма ĕмĕтлентĕм, унăн илемне саваканĕ пулса тăтăм.

(3) Вăл хăйĕн чыслăхне Турăпа хутшăннăран чапа кăларать, пуринĕн те Патши ăна юратать:

(4) вăл — Турă ăсĕн вăрттăнлăхне пĕлекенĕ, Унăн ĕçĕсене суйласа илекенĕ.

(5) Пурăнăçра пуянлăх ăмсантаракан япала пулсассăн, пурне те тăвакан ăслăлăхран пуянни мĕн пултăр?

(6) ăс-тăн нумайăшне тăвать пулсассăн, ăслăлăхран лайăхрах ÿнерçĕ пулма пултарать-и?

(7) Тÿрĕлĕхе юратакансемшĕн — акă унăн ырă паллисем: вăл чыслă, ăслă-тăнлă, тÿрĕ чунлă, хăюллă пулма вĕрентет — çыншăн пурăнăçра çакăнтан усăлли нимĕн те çук.

(8) Кам та кам пысăк ăс пухас тесессĕн, ăслăлăх тахçан пулнине те пĕлет, пулассине те тавçăрать, сăмах тĕшшине те, ытарлăх тупсăмне те пĕлет, хăват паллисемпе кĕтретсене, çулсемпе вăхăт йĕрĕсене малтанах пĕлсе тăрать.

(9) Çавăнпа эпĕ ăна хампа пурăнма илес тесе шутларăм, вăл маншăн ырă канашçă пуласса, йывăр чухне, хурлăхлă чухне йăпатаканăм пуласса пĕлсе тăтăм.

(10) Ун урлă эпĕ халăхăмра мухтавлă пулăп, çамрăк пулсассăн та, ваттисем хушшинче хисеплĕ пулăп;

(11) сутра витĕр курса тăрăп, вăйлисем умĕнче тĕлĕнтерĕп.

(12) Эпĕ шăпăрт тăнă чухне вĕсем кĕтсе тăрĕç, калаçма пуçласассăн тимлесе итлĕç, калаçăва малалла тăссассăн çăварне аллипе хуплĕç.

(13) Ăслăлăх урлă эпĕ вилĕмсĕрлĕх çĕнсе илĕп, хам хыççăн килекеннисем валли ĕмĕрлĕхе ырă ят хăварăп.

(14) Эпĕ халăхсене тытса тăрăп, мана йăхсем пăхăнса тăрĕç;

(15) ман çинчен илтсессĕн, хаяр пусмăрçăсем сехĕрленĕç; халăх хушшинче ырă, вăрçăра хăюллă пулăп.

(16) Килĕме кĕрсессĕн, вăл мана канлĕх парĕ: вăл сивлек мар, хапăллать, унпа чухне хурлăх та хурлăх мар, хаваслăхпа савăнăç çеç.

(17) Çакăн çинчен ăшăмра шухăшларăм та, чĕремре тĕплĕ шухăшласа пăхрăм та, ăслăлăхпа хурăнташлă пулни вăл — вилĕмсĕрлĕх,

(18) унпа туслă пулни — ырă киленĕç, унăн ĕçлĕхлĕ аллинче — иксĕлми пуянлăх, унпа калаçни — ăс-хакăл пухни, унпа сăмахлани — ырă ят, çакна пĕлÿçĕн, ăна хам пата илес тесе çÿрерĕм, шырарăм.

(19) Эпĕ пултаруллă яш пулнă, мана ырă чун пÿрнĕ;

(20) тĕплĕрех каласассăн, ырă пулнăран эпĕ таса ÿте кĕнĕ те.

(21) Ăслăлăха Турă памасăр илме çуккине пĕлсессĕн,— вăл кам парнийĕ пулнине ăсăм-тăнăм пĕлчĕ ĕнтĕ,— эпĕ Çÿлхуçана тархасларăм, Ăна кĕлтурăм, пĕтĕм чĕремрен çапла каларăм:

9

(1) Эй аттемĕрсенĕн Турри, ырăлăх Çÿлхуçи! Эсĕ пурне те Хăвăн сăмахупа пултарнă,

(2) Ху тунă чĕрчунсене пуç пулмашкăн Хăвăн ăслăлăхупа этеме пултарнă,

(3) ăна тĕнчене тÿрĕ те тĕрĕс тытса тăмашкăн сута таса чунпа тума хушнă.

(4) Хăвăн аслă пукану çумĕнче ларакан ăслăлăха парнелесем мана, Хăвăн тарçусенчен пăрса ан хăварсам мана:

(5) эпĕ — Санăн чуру, Санăн хăрхăмун ывăлĕ, хевтесĕр, кĕске ĕмĕрлĕ, сутпа саккунсене япăх пĕлекен çын.

(6) Этем ывăлĕсем хушшинче кам та кам темле пултаруллă пулсассăн та, Санăн ăслăлăхусăр ăна нимĕн вырăнне те хумĕç.

(7) Эсĕ мана Хăвăн халăхун патши пулма, Хăвăн ывăлусемпе хĕрÿсен тÿри пулма суйласа илтĕн;

(8) Эсĕ мана Хăвăн сăваплă тăву çинче Турă Çурчĕ лартма, Ху пурăнакан хулара парне вырăнĕ лартма каларăн, ăна Ху чăн малтан тунă сăваплă кĕлĕ чатăрĕ евĕрлĕ тума хушрăн.

(9) Санпа пĕрле — Санăн ĕçÿсене пĕлекен ăслăлăх, вăл Эсĕ тĕнчене пул-тарнă чухнех Санпа пĕрле пулнă, вăл Санăн умунта мĕн кирлине, Санăн ÿкĕтÿсем тĕлĕшĕнчен мĕн тÿррине пĕлсе тăрать:

(10) сăваплă тÿперен ярса парсам ăна, Хăвăн мухтавлăхун аслă пуканĕнчен ярса парсам ăна — вăл мана ĕçĕмсенче пулăшса пытăрччĕ, Сан умунта мĕн кăмăллă пулнине манăн пĕлсе тăрасчĕ: ивăл пĕтĕмпех пĕлет, ăнланать, ĕçĕмсенче мана ăслăн ертсе пырĕ, мана хăйĕн мухтавлăхĕпе упраса хăварĕ;

(12) вара ĕçĕмсем те ăнса пырĕç, Санăн халăхна тÿррипе сут тăвăп, аттемĕн аслă пуканне тивĕçлĕ пулăп.

(13) Ĕнтĕ мĕнле çын Турă ирĕкне пĕлсе çитейĕ? е тата Çÿлхуçана мĕн кирлине кам ăнкарма пултарайĕ?

(14) Вилме пÿрнисенĕн шухăшĕ çирĕп мар, пирĕн шухăшсем иккĕленчĕк:

(15) çĕрсе пĕтес ÿт чуна пусса тăрать, çак ÿт çурчĕ шухăш шухăшлакан ăса путарать.

(16) Эпир алă айĕнчине те аран тупатпăр, куç умĕнчине те ăнланаймастпăр, тÿперине вара кам тĕпченĕ?

(17) Эсĕ ăслăлăх парнелемен пулсассăн, çÿлтен Хăвăн сăваплă Сывлăшна ярса паман пулсассăн, Санăн ирĕкне кам пĕлейĕччĕ?

(18) Çĕр çинче пурăнакансенĕн çулĕсем çапла тÿрленчĕç, çынсем Сана мĕн юрăхлине пĕлсе çитрĕç,

(19) ăслăлăхпа çăлăнса юлчĕç.

10

(1) Ăслăлăх тĕнчен малтанхи ашшĕне, пĕртен-пĕр пултарнă этеме, упранă, ăна пĕтесрен çăлса хăварнă:

(2) вăл ăна мĕн пуррине пуç пулмашкăн вăй-хăват панă.

(3) Усал çын вара, çиллине пула ăслăлăхран пăрăнса, тăванне вĕлернипе тĕп пулнă.

(4) Çав çынна пула шыва путаракан çĕре каллех ăслăлăх çăлнă, тÿрĕ çынна тинĕс çулĕпе ертсе кайса, ахаль йывăç пулăшнипе сыхласа хăвар-нă.

(5) Вăлах хутăшса кайнă халăхсем хушшинче те, пĕр пекех усал шухăшлакансем хушшинче те тÿрĕ çынна тупнă, Турă умĕнче ăна пĕр айăпсăр усранă, ывăлне хĕрхеннĕ чухне ăна çирĕп кăмăллă тунă.

(6) Пилĕк хула çине вут-çулăм ансассăн, çылăхлисем пĕтнĕ чухне, вăл тÿрĕ çынна çăлса хăварнă,

(7) унта вара çылăх çинчен пĕлтерсе тăмашкăн йăсăрланакан пушă хир, çимĕçне вăхăтсăр кÿрекен ÿсентăрансем тата иккĕленчĕк чун палăкĕ — тăвар юпа — тăрса юлнă.

(8) Ĕнтĕ çав çын-сем ăслăлăха уяманнипе ырри мĕскер ик-кенне пĕлмесĕр хăйсене хăйсем сиен кÿ-ни çеç мар-ха, вĕсем хăйсен ăссăрлăхĕпе чĕррисен асне кĕрсе юлнă, çавăнпа вĕсем аташни пытанса юлайман.

(9) Ăслăлăх вара хăйшĕн ĕçлекенсене инкекрен çăлнă.

(10) Тăванĕн çиллинчен тарса кайнă тÿрĕ çынна вăл тĕрĕс çул çине тăратнă, ăна Турă патшалăхне кăтартнă, ăна вăл сăваплисене пĕлмелли ăс халалланă, инкек-синкекре пулăшнă, ĕçĕсене пысăк пайталлă тунă.

(11) Ăна мулшăн хапсăнса кÿрентернĕ чухне ăна ăслăлăх хÿтĕленĕ, пурлăхне хушса пынă,

(12) ăна тăшмансенчен сыхланă, ăна хăйне хирĕç каварлашакансенчен хăтарнă, сăваплă пурăнни пуринчен те вăйлăраххине пĕлтĕр тесе, ăна хаяр кĕрешÿре çĕнтерÿ кÿнĕ.

(13) Сутса янă тÿрĕ çынна ăслăлăх пăрахман, ăна çылăхран хăтарнă:

(14) вăл унпа пĕрле тарăн шăтăка аннă, ăна касмăкрах хăварман, кайран ăна патшалăх туйи парнеленĕ, пусмăрлаканĕсене пăхăнтарнă, ăна вĕсен хуçи тунă, ăна мăшкăллакансем элекçĕ пулнине кăтартса панă, ăна ĕмĕрлĕх чап парнеленĕ.

(15) Вăл сăваплă халăха, айăпсăр вăрлăха пусмăрçăсен халăхĕнчен ирĕке кăларнă,

(16) Çÿлхуçашăн ĕçлесе тăракан çыннăн чунне кĕрсе кĕтретсемпе, хăватлăх паллисемпе хăрушă патшасене хирĕç тăнă.

(17) Вăл сăваплисене хăйсен ĕçĕсемшĕн тивлет кÿнĕ, вĕсене тĕлĕнмелле çулпа ертсе пынă; кăнтăрла вĕсемшĕн хÿтлĕх, çĕрле вара çăлтăр çути пулнă.

(18) Вăл вĕсене Хĕрлĕ тинĕс урлă каçарнă, вĕсене пысăк шыв витĕр илсе тухнă,

(19) тăшманĕсене путарнă, вĕсене тĕпсĕр авăртан кăларса ывăтнă.

(20) Вара тÿрĕ çынсем усал çынсен кăралне илнĕ те, эй Туррăмăр, Санăн сăваплă ятна мухтаса юрланă, пĕр пулса, Санăн аллуна — хăйсене хÿтĕлекен алла — аслăланă;

(21) ĕнтĕ ăслăлăх чĕлхесĕррисен çăварне уçнă, кăкăр ачисен чĕлхине ăнланмалла тунă.

11

(1) Вăл вĕсенĕн ĕçĕсене сăваплă пророк аллипе йĕркене кĕртнĕ:

(2) вĕсем çын пурăнман пушхирпе иртнĕ, ирт-се çÿрейми вырăнсенче чатăрсем лартнă; Зхăйсене усал сунакансене хирĕç тăнă, тăшманĕсене тавăрнă;

(4) шывсăр антăхса Сана йăлăннă, вара вĕсене чул хысакран шыв кăларса панă, çирĕп чулран тухнă шывпа ăша кантарнă.

(5) Ĕнтĕ вĕсен тăшманĕсене мĕн тĕлĕшрен айăпланă,

(6) йывăрлăхра вĕсене шăпах çав тĕлĕшрен ырăлăх кÿнĕ:

(7) тăшманĕсен шăршăллă юн-па пăтраннă ялан юхакан юханшывĕ вырăнне,

(8) тăшманĕсем çуралакан ачасене вĕлерме хушнине питлесе, Эсĕ вĕсене кĕтмен çĕртен тулăх шыв панă,

(9) çавăн чухне хăйсене те шывсăр антăхтарса, Эсĕ вĕсен тăшманĕсене мĕнле хаса панине кăтартнă.

(10) Хăйсене ырă кăмăлпа ăс парса сăнанă чухне вĕсем усал çынсем сут умĕнче тарăхса мĕнле асап тÿснине пĕлнĕ:

(11) Эсĕ вĕсене ашшĕ пек вĕрентсе тĕрĕсленĕ, лешĕсене вара хаяр патша пек айăпласа хаса панă.

(12) Унта пулнисем те, пулманнисем те пĕр пекех асап тÿснĕ:

(13) вĕсене икĕ тĕрлĕ асап çитнĕ, иртнине аса илни те вĕсене хурлăх кÿнĕ.

(14) Вĕсем, хăйсене хаса парса лешĕсене ырăлăх кÿнине илтсессĕн, çакна Çÿлхуçа тунине ăнласа илнĕ:

(15) малтан Ăна йышăнман пулсассăн, хăртнă-мăшкăлланă пулсассăн, йĕркепĕрĕн пулса иртнĕ ĕçсем хыççăн, хăйсем шывсăр антăхнине тÿрĕ çынсенчен урăхла тÿссессĕн, Унран тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ вĕсем.

(16) Хăйсен йĕркесĕрлĕхне пула ăссăрла шухăшласа, çĕр çумĕн çÿрекен чĕлхесĕр чĕрчунсемпе ирсĕр çамсене пуççапнăшăн Эсĕ вĕсем çине шутсăр-сумсăр чĕрчун, чĕлхесĕр чĕрчун, янă,

(17) ĕнтĕ вĕсем кам мĕн тĕлĕшпе çылăха кĕрет, çав тĕлĕшпех хаса курасса пĕлччĕр тенĕ.

(18) Санăн пурне те пултаракан аллу, ĕренкесĕр япаларан тĕнче тунă аллу, вĕсем çине имсĕр-сумсăр упа е хаяр арăслан,

(19) е халиччен пулман, çĕнĕрен пултарнă усал тискер кайăк, е вут-çулăм вĕрсе кăларакан, е аслатиллĕ тĕтĕм явăнтаракан, е куçĕнчен хăрушă хĕм сирпĕтекен чĕрчун та яма пултарнă,

(20) çав чĕрчунсем вĕсене амантса-суранлатса кăна мар, хăйсен хăрушă сăнĕпех пĕтерме пултарнă.

(21) Вĕсем ĕнтĕ, тÿрĕ сут аллине лекесскерсем, унсăрăнах, пĕрре вĕрнипех, Санăн хăватун сывлăшĕ сапаласа янипех пĕтме пултарнă; анчах Эсĕ пурне те виçине, хисепне, йывăрăшне кура йĕркеленĕ.

(22) Эсĕ яланах аслă хăватлă, Санăн хăватна кам хирĕç тăрайĕ?

(23) Санăн умунта пĕтĕм тĕнче — тараса çатми анни-хăпарни пек е çĕр çине ÿкекен ирхи сывлăм тумламĕ пек.

(24) Эсĕ пурне те хĕрхенетĕн, мĕншĕн тесессĕн пĕтĕмпех тăваятăн, ÿкĕнччĕр тесе çынсен çылăхĕсене те каçаратăн.

(25) Эсĕ мĕн пуррине пурне те юрататăн, ху пултарнинчен нимĕнрен те ютшăнмастăн: мĕне те пулин курайман пулсассăн, ăна пултарман та пулăттăн.

(26) Эсĕ тăвас темен пулсассăн, мĕн те пулин епле пулма пултарайтăр? Е тата Эсĕ пурăнтарас теменни епле упранса юлайтăр?

(27) Анчах Эсĕ пурне те хĕрхенетĕн, мĕншĕн тесессĕн пурте — Санăн, эй чуна юратакан Çÿлхуçамăр.

12

(1) Санăн вилĕмсĕр сывлăшу пур япалара та пур.

(2) Çавăнпа та Эсĕ аташнисене пĕчĕккĕн-майĕпен тăрă шыв çине кăларатăн, вĕсене, хăйсем мĕнле çылăх тунине астутарса, ăс паратăн, усалран пăрăнса Хăвна ĕненччĕр тетĕн, Çÿлхуçамăр.

(3) Çапла, Эсĕ Хăвăн сăваплă çĕрÿ çинче авалтан пурăнакансенчен йĕрĕннĕ —

(4) лешĕсем ĕнтĕ ирсĕр ăрăм ĕçĕсемпе аппаланнă, чÿк чÿкленĕ,

(5) ачасене пĕр шелсĕр вĕлернĕ, вăрттăн пуçтарăнса чÿк ĕçки-çикинче этем ăш-чиккине çинĕ, этем юнне ĕçнĕ,

(6) – (7) ашшĕ-амăшĕсем хÿтлĕхсĕр чунсене вĕлернĕ — çавсенчен йĕрĕнсе Эсĕ, Хăвăн хаклăран та хаклă çĕрÿ çинче Туррăн тивĕçлĕ ачисем пурăнччăр тесе, вĕсене пирĕн аттесен аллипе пĕтерме шутланă.

(8) Анчах Эсĕ, вĕсем те çынсемех тесе, вĕсене те хĕрхеннĕ, вĕсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пĕтермешкĕн Хăвăн çару умĕнчен сăвăслан янă.

(9) Усал çынсене Эсĕ вăрçă вăрçса тÿрĕ çынсен аллине те пама пултарнă е хăрушă тискер кайăксем ярса, е хаяр сăмахпа тÿрех пĕтерме те пултарнă;

(10) анчах Эсĕ, вĕсен йăхĕ юрăх-сăр иккенне, вĕсен усаллăхĕ хăйсемпе пĕрлех çуралнине, вĕсен шухăшĕ ĕмĕрне те улшăнмассине пĕлсе тăрсах, вĕсене пĕчĕккĕн хаса ярса тăнă, ÿкĕнме май панă.

(11) Вĕсен вăрлăхĕ малтанах ылханлă пулнă, анчах Эсĕ вĕсене çылăхĕсемшĕн айăплама тăхтанă — такамран хăранипе мар;

(12) кам Сана: «Эсĕ мĕн турăн?» тесе калайтăр? е Санăн сутна хирĕç кам тăрайтăр? Ху пултарнă халăхусене пĕтеретĕн тесе Сана кам айăплайтăр? Е тата çылăхлă çынсен хутне кĕрсе мĕнле хÿтĕлевçĕ Сан патна пырайтăр?

(13) Сансăр пуçне пуриншĕн те тăрăшакан урăх Турă çук, çавăнпа та «Эсĕ тĕрĕс мар сут турăн» теекенĕ пулмĕ.

(14) Эсĕ айăплакан çынсен хутне кĕрсе, Сана кам — патша-и, [хаяр пуçлăх-и] — куçран калайĕ?

(15) Тÿрĕ пулнăран Эсĕ пурне те тĕрĕс тытса тăратăн, айăпсăр çынна айăплани Хăвăн вăйна тивĕçлĕ мар тесе шутлатăн:

(16) Санăн вăю — тÿрĕлĕх пуçламăшĕ, шăпах Хăв пурне те тытса тăни Сана пурне те хĕрхенме май парать те.

(17) Эсĕ Хăвăн вăю тĕлĕшĕнчен иккĕленекенсене вăйна кăтартатăн, вăйна пĕлекеннисен чăрсăрлăхне питлетĕн;

(18) анчах, хăватлă пулсассăн та, Эсĕ хĕрхенсе сут тăватăн, пире ырă кăмăлпа тытса тăратăн, мĕншĕн тесессĕн Санăн хăвату яланах Хăвăн аллунта.

(19) Çакăн пек ĕçсемпе Эсĕ Хăвăн халăхна тÿрĕ çыннăн ыттисене юратмалла тесе вĕрентрĕн, çылăхĕсенчен ÿкĕнме вăхăт парса Хăвăн ывăлусемшĕн ырă шанчăк чĕртрĕн.

(20) Ĕнтĕ Хăвăн ывăлусен тăшманĕсене, çын вĕлерекенсене çапла çемçе кăмăллăн, хĕрхенсе, усаллăхран тасалма вăхăт парса, май парса айăпларăн пулсассăн,

(21) Эсĕ Хăвăн ывăлусене епле тимлĕн сут турăн! Вĕсен ашшĕсене Эсĕ ырăлăх пама тупа тунăччĕ.

(22) Çапла вара, пире ăс парса, Эсĕ пирĕн тăшмансене пин хут ытларах хаса паратăн, хамăр сут тунă чухне Санăн ырăлăху çинчен шухăшлама, пире сут тунă чухне хамăра каçарасса кĕтме вĕрентетĕн.

(23) Çавăнпа ĕнтĕ пурăнăçне ăссăрла ирттерекен усал çынсене Эсĕ хăйсен ирсĕрлĕхĕпех асаплантарнă:

(24) вĕсем ĕнтĕ, айван ачасем пек улталанса, ытти чĕрчунсем те йĕрĕнекен нĕрсĕр чĕрчунсене турăсем вырăнне пуççапса, аташу çулĕпе чылай аякка пăрăнса кайнă.

(25) Вара, айван ачасенчен кулнă пек, Эсĕ вĕсене хасине те çавăн евĕрлине ярса панă.

(26) Анчах вĕсем çапла кулмалла питленипе ăса кĕмен, çавăнпа вĕсен Туррăн тивĕçлĕ сутне тÿсмелле пулнă.

(27) Хăйсене тарăхтарса асаплантарни хăйсем турă вырăнне хунă чĕрчунсене те çитсессĕн, хăйсене çавсем урлă хаса панине курсассăн, вĕсем чăн Турра пĕлсе çитнĕ — халиччен Ăна пĕлесшĕн те пулман;

(28) çавăнпа вĕсене пĕтмеллипех айăпланă.

13

(1) Турă çинчен пĕлмен çынсем пурте чăннипех ниме тăмаççĕ: Пуррине вĕсем куçа курăнакан аслă пулăмсенчен те пĕлеймен, ĕçĕсене курсассăн та Сăлтавне пĕлсе çитеймен,

(2) тĕнчене тытса тăракан турăсем тесе вĕсем е вут-çулăма, е çиле, е куçакан сывлăша, е çăлтăр ункине, е шарлаклă шыва, е тÿпери çутăсене пуççапнă.

(3) Вĕсен илемĕпе киленсе вĕсене турăсем тесе пуççапнă пулсассăн, Çÿлху-çа вĕсенчен епле лайăхрах иккенне пĕлмеллех пулнă, мĕншĕн тесессĕн вĕсене Вăл, илемĕн Сăлтавĕ, пултарнă.

(4) Эхер те вĕсен вăйĕпе ĕçĕсенчен тĕлĕннĕ пулсассăн, çавсене Пултараканĕ вĕсенчен епле хăватлăрах пулнине пĕлмеллех пулнă:

(5) мĕн пултарнийĕн аслă илемĕнченех ăна Пултараканĕ мĕнлерех иккенне пĕлме пулать.

(6) Çапах çав çынсене питех тиркеме кирлĕ мар: тен, вĕсем Турра шыраса, Ăна тупас тесе аташса çÿреççĕ:

(7) Унăн ĕçĕсене сăнаса, вĕсем тĕпчеççĕ, курăнаканни пурте илемлĕ пулнине хăйсен куçĕпе тĕрĕслесе ĕненеççĕ.

(8) Анчах вĕсене те каçарма çук:

(9) эхер те вĕсем вăхăтлăх тĕнчене ăнкармалăх ăс илме пултарайнă пулсассăн, мĕншĕн-ха вĕсем унăн Çÿлхуçине тÿрех тупайман?

(10) Анчах çын алли тунă япаласене — ылтăнпа кĕмĕле, ÿнерçĕ ăсталанине, чĕрчун кĕлеткисене е авалхи алă тунă юрăхсăр чула — турă тесе калакансем, чунсăр япаласене шанакансем тата мĕскĕнрех.

(11) Е тата пĕр-пĕр каскалакан юрăхлă йывăç касса, унăн пĕтĕм хуппине ăстайлă сÿсе, хитре якатса унран кил-çуртра тыткаламалли савăт тунă,

(12) турпасĕпе вара апат пĕçернĕ, тăраннă;

(13) пĕр каскаланчăкне, ниме юрăхсăрскере, кукăр та туратлă пуленкене, пушă вăхăтра тăрăшса чутланă, ăста аллипе якатса ăна этем евĕрлĕ тунă

(14) е пĕр-пĕр ахаль чĕрчун евĕрлĕ калăпланă, хĕрлĕ сăрăпа сĕрсе çиелтен каллех сăрланă, пĕтĕм шăтăк-путăкне сăрласа лартнă,

(15) вара, ун валли тивĕçлĕ вырăн хатĕрлесе, ăна çавăнта тимĕртен çакса хунă.

(16) Эппин, вăл хăй тунă япали ан ÿктĕр тесе тăрăшнă: вăл çак япала хăйне хăй пулăшаймасса, ку кĕлетке çеç иккенне, ăна пулăшу кирлине малтанах пĕлсе тăнă.

(17) Унăн умĕнче хăйĕн пурлăхĕшĕн, килĕ-йышĕшĕн, ачи-пăчишĕн кĕлтуса вăл чунсăрскере калама именмест те,

(18) халсăрринчен сывлăх пама йăлăнать, вилерен пурăнăç ыйтать, нимĕн тума пултарайманскертен пулăшу, ура ярса пусайманскертен çулçÿрев,

(19) аллипе нимĕн те тăвайманскертен пайта валли, ăсталăх валли пултарулăх тархаслать, чи вăйсăрринчен вăй ыйтать.

14

(1) Тата: хăшĕ-пĕри, ишме, хаяр хумсем урлă ишсе каçма шутласассăн, йывăç таткинчен пулăшу ыйтать, çыннине лартса каякан караппа танлаштарсассăн вăл — ăпăр-тапăр çеç:

(2) карапне пуянлăха ĕмĕтленни шухăшласа кăларнă, тăвасса ÿнерçĕ ăслайса тунă, мĕн кирлине пĕтĕмпе туса çитернĕ,

(3) анчах, Аттемĕр, карапа Санăн аллу тытса пырать: тинĕсри çула та, хумсем хушшинчи шанчăклă сукмака та Эсĕ панă,

(4) çапла Эсĕ тинĕсе пĕли-пĕлми тухакана та пĕтĕм хăрушлăхран çăлма пултарасса кăтартатăн.

(5) Эсĕ Хăвăн ăслăлăхун ĕçĕсем кăлăх ан пулччăр тесе тăрăшатăн; çавăнпа та çынсем хумсем çийĕн кимĕпе çÿренĕ чухне хăйсен пурăнăçне çак пĕчĕкçеççĕ йывăçа шанса параççĕ те — çăлăнаççĕ.

(6) Ĕнтĕ сĕм авал та, мăнаçлă улăпсене пĕтернĕ чухне, тĕнче шанăçĕ, Санăн аллу ертсе пынипе, караппа усă курса, тĕнчене йăх вăрлăхĕ хăварнă.

(7) Тÿрĕлĕхе сыхласа хăваракан йывăç пиллĕхлĕ!

(8) Алăпа тунăскерĕ вара хăй те, ăна тăваканĕ те ылханлă, çавна тунăшăн, çĕрес япалана турă тенĕшĕн ылханлă.

(9) Турă усал çынна та, унăн усал ĕçне те пĕр пекех кураймасть;

(10) тунă япалине ăна тăваканĕпе пĕрлех хаса çитĕ.

(11) Çавăнпа суя тĕнлисен йĕрĕхĕсене те сут пулĕ: вĕсем Турă пултарнийĕ хушшинче йĕрĕнчĕк те, çынсен чунне илĕртекен те, ăссăррисемшĕн таната та пулса тăчĕç.

(12) Йĕрĕх шухăшласа кăларни — аскăнлăх пуçламăшĕ, ăна ăсталани — пурăнăçа ирсĕрлетни.

(13) Вĕсем малтан та пулман, ĕмĕрĕпех те пулмĕç.

(14) Тĕнчене вĕсем этемĕн пушă ĕмĕтне пула килнĕ, çавăнпа вĕсен кĕçех вĕçĕ пулмалла.

(15) Вăхăтсăр вилнĕ ывăлĕшĕн çунса кулянакан ашшĕ вилнĕскерĕн сăнне касса тунă та — кайран ăна турă вырăнне хурса пуççапма тытăн-нă, хăйне пăхăнса тăракансене вăрттăн йăла-йĕркене вĕрентсе хăварнă.

(16) Кайран, вăхăт иртнĕçемĕн, çирĕпленсе çитнĕ çак ирсĕр йăлана саккун пекех уянă. Пуçлăхсем хушнипе касса тунă кĕлеткене турă вырăнне хурса пуççапнă.

(17) Аякра пурăннăран çыннине хăйне пуççапма май пулманнипе çынсем унăн инçетри сăнне касса кăларнă: хăйсем хисеплекен патшанăн курăнакан сăнарне ÿкернĕ, лешĕ умра çук пулсассăн та, ăна пур пекех шутласа мухтанă.

(18) Ÿнерçĕ тăрăшни те халиччен çавна пĕлмен çынсене кĕлеткене пуççапма хавхалантарнă:

(19) вăл, тен, патшана юрас тесе, унăн ĕренкине хитререх тума тимленĕ;

(20) халăх вара, çак илеме ытараймасăр, тин кăна çын тесе хисепленĕскере халĕ турă вырăнне хума тытăнать.

(21) Çакă вара çынсене илĕртнĕ: вĕсем, е ăнсăртлăха, е хаяр патшана пăхăнса, пĕлтерме юраман Ята чулсемпе йывăçсем çине куçарнă.

(22) Турра пĕлмесĕр аташса пурăнни вĕсемшĕн çителĕксĕр пулнă, вĕсем тата, тĕттĕмлĕхĕн хаяр кĕрешĕвĕнче пурăнса, çав пысăк усаллăха тăнăçлăх тенĕ.

(23) Ача вĕлерсе чÿк чÿклесе е вăрттăн аскăнса, е асар-писер ĕçкĕпе иртĕхсе,

(24) вĕсем хăйсен пурăнăçĕн тасалăхне те, арлă-арăмлă пурăнăç тасалăхне те упрамаççĕ, ĕнтĕ пĕри тепĕрне е ултавлăн вĕлерет, е унăн арăмне асăхтарса мăшкăллать.

(25) Ĕнтĕ пурте пăтрашăнса кайнă: юн тăкаççĕ, вĕлереççĕ, вăрлаççĕ, улталаççĕ, астараççĕ, шăв-шав тапратаççĕ, пĕрне-пĕри сутаççĕ, тупа тунине пăсаççĕ, ырă çынсене чăрмантараççĕ,

(26) ырă тунине манаççĕ, чунсене ирсĕрлеççĕ, арçынни-хĕрарăмне уйăрса тăмаççĕ, арлă-арăмлă пурăнăçа мăшкăллаççĕ, асăхаççĕ, иртĕхеççĕ.

(27) Ята та тивĕçсĕр йĕрĕхсене пуççапни — кирек мĕнле усаллăхăн пуçламăшĕ, сăлтавĕ, вĕçĕ,

(28) мĕншĕн тесессĕн вĕсем е савăнса ашкăнаççĕ, е суя пĕлтереççĕ, е йĕркесĕр пурăнаççĕ, е тупа тунине çийĕнчех пăсаççĕ.

(29) Чунсăр йĕрĕхсене шанса тивĕçсĕр тупа тунăшăн хăйсене хаса çитесси çинчен шухăшламаççĕ те.

(30) Анчах вĕсене уншăн та, урăххишĕн те, йĕрĕхсене пуççапса Турă çинчен йĕркесĕр шухăшланăшăн та, таса йĕркерен йĕрĕнсе суя тупа тунăшăн та айăплĕç.

(31) Вĕсем тупа тăвакан йĕрĕхсен вăйĕ çук, йĕркесĕр çынсен усал ĕçĕ хыççăн яланах çылăх тăвакансене айăплакан сут пулать.

15

(1) Анчах Эсĕ, Туррăмăр, ырăлăхлă, тÿрĕ, вăрах тÿсĕмлĕ, пурне те ырă кăмăлпа тытса тăратăн.

(2) Çылăха кĕретпĕр пулсассăн та, эпир — Санăн, эпир Санăн ирĕкне йышăнатпăр; Эсĕ пире Хăвăн тесе йышăннă, çакна пĕлнипе эпир çылăха кĕмĕпĕр.

(3) Сана пĕлни — чăн тÿрĕлĕх, Санăн ирĕкне йышăнни — вилĕмсĕрлĕх тымарĕ.

(4) Çыннăн ултавлă ăслайĕ, ÿнерçĕсен усăсăр ĕçĕ — тĕрлĕ сăрăпа эрешленĕ ÿкерчĕксем — илĕртмерĕç пире,

(5) вĕсем çине пăхсассăн, ăссăррисен ÿт асăхать, чунсăр вилĕ сăнар вĕсене астарать.

(6) Йĕрĕхне тăваканĕсем те, ăна чыслаканĕсем те, асаканĕсем те — усаллăха юратакансем, çавнашкал шанăçа тивĕçлисем.

(7) Чÿлмекçĕ тăрăшсах çемçе тăм çăрать, пире валли тимлесех тĕрлĕ савăт ăсталать: пĕр тăмранах таса ĕç валли те, таса мар ĕç валли те тăвать — уншăн пурпĕрех; анчах хăш савăчĕпе мĕнле усă курассине те çав чÿлмекçех татса парать.

(8) Усăсăр ĕç тăвакан çав тăмранах ниме тăман турă çăрса тăвать, хăй вара, нумаях пулмасть тăпраран çуралнăскер, хăйне ăçтан илнĕ, кĕçех çавăнта кайĕ, ĕнтĕ унран чунĕн парăмне шыраса илĕç.

(9) Анчах вăл хăйĕн пулас инкек-синкекĕ çинчен те, пурăнăçĕ кĕске пулни çинчен те шухăшламасть; вăл ылтăн-кĕмĕл япала тăвакан ăстапа ăмăртать, пăхăрçăпа тупăшать, вĕсем евĕрлĕ ăсталанăшăн

(15)  хăйне чапа хурать.

(10) Унăн чĕри — кĕл, шанчăкĕ тăпра тĕшне те тăмасть, пурăнăçĕ пылчăкран та ирсĕртерех:

(11) вăл хăйне Пултаракана — хăйĕн ăшне чĕрĕ чун вĕрсе кĕртекене, хăйĕн ăшне пурăнăç чĕмĕ вĕрсе кĕртекене — пĕлсе çитеймен.

(12) Вĕсем пирĕн пурăнăçа вăйă-кулă, кулленхи куна усламлă уяв тесе шутлаççĕ: мĕнрен те пулсан, усаллăхран та пулин, услам илмеллех-çке теççĕ.

(13) Çавах та кунашкал çын, тăмран çĕмĕрĕлес савăтсемпе кĕлеткесем туса, хăй çылăха кĕнине пуринчен те лайăхрах пĕлет.

(14) Санăн халăхна пусмăрлакан тăшмансем — пуринчен те ăссăртарах, тăнсăр, вĕсем кăкăр ачи чунĕнчен те хавшакрах:

(15) вĕсем суя тĕн йĕрĕхĕсене пурне те турă тесе пуççапнă, лешĕсен вара курма куçĕ те çук, сывлама — сăмса шăтăкĕ те, илтме — хăлхи те, хыпашлама пÿрнисем те çук, урисем те утма юрăхсăр.

(16) Çав йĕрĕхсене çын тунă пулсассăн та, вĕсене кивçен илнĕ чĕм калăпланă пулсассăн та, нимĕнле çын та турра хăй пек тăваймĕ.

(17) Вилĕмлĕ этем хăйĕн çылăхлă аллипе вилĕ япала тăвать, çавăнпа вăл хăйĕн туррисенчен лайăхрах: çын пурăнса курать, лешĕсем вара — нихăçан та.

(18) Вĕсем тата чи нĕрсĕр чĕрчунсене пуççапаççĕ, лешĕсем вара пуринчен те тăнсăртарах.

(19) Ытти чĕрчунсемпе танлаштарсассăн, вĕсем пăхма та илемсĕр, хăйсем патне илĕртме пултараймаççĕ, вĕсене Турă та ырламасть, Хăйĕн пиллĕхне памасть.

16

(1) Çавăнпа вĕсене çавнашкал чĕрчунсем урлă тивĕçлĕ хаса панă та, йышлă çампа тулаттарнă та.

(2) Çакăн пек хаса вырăнне Эсĕ Хăвăн халăхна ырăлăх панă: вĕсен кăмăлне тивĕçтерсе Эсĕ вĕсем валли тăранмалăх тĕлĕнмелле апат — путене — хатĕрленĕ,

(3) лешĕсем вара, пур çĕрте те кĕшĕлтетекен ирсĕр чĕрчунсене курса, вĕсенчен йĕрĕннипе выçăпа аптăраса çитсен те çиес апатне çиеймен, кусем вара, пĕр хушă çитменлĕх тÿснĕскерсем, тĕлĕнмелле апат астивнĕ.

(4) Ĕнтĕ леш хĕсĕрлевçĕсене выçăпа асапланасси çитмеллех пулнă, кусене вара хăйсен тăшманĕсем мĕнле асапланнине çеç кăтартмалла пулнă.

(5) Вĕсене тискер кайăксен хăрушă хаярлăхĕ çитсессĕн те, вĕсем наркăмăшлă çĕленсем сăхнипе пĕтсессĕн те, Санăн çиллÿ вĕçне çитичченех пыман.

(6) Анчах Хăвăн саккунун ÿкĕчĕсене аса илтермешкĕн çăлăнăç палли ярса парса, çапла тăна кĕртмешкĕн вĕсене пĕр хушă аптăратса ÿкернĕ:

(7) ĕнтĕ çаврăнса пăхаканĕ куçĕ мĕн курнипе мар, Сан урлă, пурне те Çăлакан урлă, сывалнă.

(8) Çакăнпа Эсĕ пирĕн тăшмансене Ху пĕтĕм усалран хăтаракан пулнине кăтартса панă:

(9) вĕсене хĕрлĕ шăрчăкпа шăна суранлани вĕлернĕ, вĕсен чунĕсене сиплекен тупăнман, мĕншĕн тесессĕн вĕсем çав асапа тивĕçлĕ пулнă.

(10) Санăн ывăлусене вара наркăмăшлă çĕлен шăлĕ те витей-мен: пулăшмашкăн Санăн ырăлăху çитнĕ, вĕсене сыватнă.

(11) Хăвăн сăмахусене астутарса вĕсене асап кăтартнă пулин те, вĕсене кĕçех сыватнă, сăмахусене пачах манăçа хăварса, вĕсем Хăвăн ырăлăхусăр ан юлччăр тенĕ.

(12) Курăк та, çыпăçтаркăç та мар, эй Çÿлхуçамăр, вĕсене Санăн пурне те сыватакан сăмаху сипленĕ.

(13) Эсĕ пурăнăçпа та, вилĕмпе те хуçаланатăн, тамăк хапхи патне антаратăн, каялла хăпартатăн.

(14) Çын усал çиллине пула вĕлерет, анчах та тухнă чуна каялла тавăраймасть, илнĕ чуна чĕнсе илеймест.

(15) Санăн аллунтан вара иртейместĕн:

(16) Сана пĕлес темен усал çынсене Санăн хăватлă аллу хаса панă: вĕсем çине халиччен пулман çумăр, пăр тата сирсе сирĕлми тăвăл янă, вут-çулăмпа пĕтернĕ.

(17) Анчах чи тĕлĕнмелли çакă пулнă: пурне те сÿнтерекен шывра вут-çулăм тата вăйлăланнă: ĕнтĕ çутçанталăк та — тÿрĕ çынсем майлă.

(18) Усал çынсем çине янă чĕрчунсене çунтарас мар тесе тата çыннисем çакна курсассăн хăйсемшĕн Турă сучĕ çитнине пĕлччĕр тесе, вăхăтăн-вăхăтăн çулăма лăплантарнă.

(19) Çылăхлă çĕрĕн çимĕçĕсене пĕтересшĕн вăхăтăн-вăхăтăн шыв варринче те çулăмран хытăрах вĕтеленĕ.

(20) Ун вырăнне Эсĕ Хăвăн халăхна ангел апачĕпе тăрантарнă, вĕсене, ĕçлеменскерсене, тÿперен хатĕр çăкăр — кирек кама та килĕшмелле çăкăр — ярса панă.

(21) Апату еплерех пулни — кашни çиекенĕн кăмăлне кура хăйĕн техĕмне улăштарни — Эсĕ ачусене юратнине кăтартса панă.

(22) Юрпа пăр вара вут-çулăма та тÿснĕ, ирĕлмен — çапла вĕсене хăйсен тăшманĕсен çимĕçне пăр варринче çунакан вут-çулăм, вутлă çумăр пĕтернине кăтартнă.

(23) Анчах çав вут-çулăмах, тÿрĕ çынсем çиччĕр-тăранччăр тесе, хăйĕн вăйне чакарнă.

(24) Ĕнтĕ Сана, Пултаракана, мĕн пултарнийĕ ĕçлесе тăрать: усал çынсене хаса пама ăнтăлать, Сана ĕненекенсене ырăлăх тума лăпланать.

(25) Çав апат та выçăхнисен кăмăлне кура, улăшăна-улăшăна, Санăн пурне те тăрантаракан ырăлăхна пăхăннă:

(26) эй Çÿлхуçамăм, Эсĕ Хăвăн юратнă ывăлусем çакна пĕлччĕр, этем çĕр çимĕçĕпе çеç тăранманнине, Сана ĕненекенсене Санăн сăмаху сыхласа хăварнине пĕлччĕр тенĕ.

(27) Вут-кăвар ирĕлтерейменскер хĕвелĕн вăйсăр шевли ÿкнĕ-ÿкменех ирĕлсе кайнă,

(28) ку вăл Сана хĕвел тухичченех тав тумаллине, Сана çутă тухăçĕ енне пăхса кĕлтумаллине пĕлтернĕ.

(29) Ĕнтĕ пархатарсăр çыннăн шанчăкĕ хĕллехи пас пекех ирĕлсе пĕтĕ, юрăхсăр шыв пек юхса кайĕ.

17

(1) Санăн суту — аслă, ăс çитерей ми, çавăнпа та вĕрентмен чунсем аташса кĕрсе кайнă.

(2) Ĕнтĕ сăваплă халăха пусмăрлама шутланă йĕркесĕр çынсем, тĕттĕмлĕх чурисемпе вăрăм каç тыткăнçисем, килĕсенче питĕрĕнсе ларса, Пурне те Пĕлсе Тăраканран пытанасшăн пулнă.

(3) Вĕсем, вăрттăн çылăхĕсенчен манăç сĕмлĕхĕнче пытанма шутланăскерсем, куçĕсене темтепĕр курăннипе сехĕрленсе саланса пĕтнĕ:

(4) ĕнтĕ чи улах вырăнта та сехре хăппинчен тарса пытанайман, вĕсене йĕри-таврари хăрушă сасăсем сехĕрлентернĕ, хаяр сăн-сăпатлă тискер хăратмăшсем курăннă.

(5) Çак сĕм тĕттĕм каçа нимĕнле вут-çулăм та уçса ярайман, çăлтăрсен ялтăр çути те çутатма пултарайман.

(6) Вĕсене хăй тĕллĕн куçса пыракан пысăк вут-çулăм çеç çутатнă, вĕсем çавăнтан сехĕрленсе ÿкнĕ, ун çине пăхма та, ăна уçăмлăн курма та май пулман, çавăнпа та куçа курăнаканни вĕсене тата хăрушăрах курăннă.

(7) Ăрăмçăсен ăсталăхĕнчен кулни, ăс-тăнпа мухтаннине питлени куç умнех тухса тăнă:

(8) асаплă чуна пулăшма — хăранине, сехĕрленнине хăваласа яма — пулнисем хăйсем те намăсла хăраса ÿкнĕ.

(9) Вĕсене хăратман та, шиклентермен те, вĕсем хăйсемех наркăмăшлă чĕрчунсем хĕвĕшнинчен, çĕлен-калта шăхăрнинчен сехри хăпнипе тĕп пулнă, ĕнтĕ сывлăш çине те пăхма хăранă — унран ниçта та тарса каяйман:

(10) хăйне хăй кÿнтелесе айăплакан усаллăх вăл хăравçă, чун-чĕри канăç паманран темĕнле тискерлĕх те шутласа кăларать. “Ăс-хакăл пулăшайми пулсассăн сехре хăппи çитет.

(12) Ăшри шанăç мĕн чухлĕ сахалрах, асап кÿрекен сăлтавне пĕлменни çавăн чухлĕ хăрушăрах туйăнать.

(13) Çав каçхине — чăннипе те тÿсмелле мар, чăтмалла мар тамăк тĕпĕнчен тухнă каçхине — вĕсем яланхи пекех çывăрма выртнă,

(14) анчах вĕсене е тискер ĕмĕлкесем шуйхатса ÿкернĕ, е вĕсем чунĕ хавшанипе халсăрланнă, мĕншĕн тесессĕн вĕсене сасартăк, кĕтмен çĕртен хăратса пăрахнă.

(15) Çапла вара, кам ăçта пулнă, çавăнта тыткăна лекнĕ — сăнчăрсăр тĕрмене çакланнă.

(16) Çĕр ĕçлекенĕ пулнă-и вăл е кĕтÿçĕ, е пушхирте ĕçлекенĕ — пурне те ярса тытнă, пурте тарса хăтăлайми шăпа аллине лекнĕ:

(17) вĕсене пурне те сĕм-сĕмлĕхĕн салтăнми çыххипе çыхса лартнă. Шăхăракан çили е çăра турат хушшинчи чĕвĕлти кайăк сасси-и, е шарлаккăн юхакан шыв кĕрлевĕ-и, е ишĕлекен чулсем кĕрĕслетни-и,

(18) е куçа курăнман чĕрчунсен сикки-и, е ахăракан тискер кайăксен сасси-и, е тусем хушшинчен янăраса килекен ахрăм-и — çаксем пурте вĕсене сехĕрлентерсе халсăрлатнă.

(19) Ĕнтĕ пĕтĕм тĕнче янкăр çутăпа çуталса тăнă, пĕр чăрмавсăр хăйĕн ĕçне тунă;

(20) çав йывăр каç — хăйсене хупăрлас сĕмлĕхĕн сăнарĕ — пĕр вĕсене çеç хупăрласа тăнă; анчах вĕсем хăйсене хăйсем сĕмлĕхрен те ытларах асаплантарнă.

18

(1) Санăн сăваплă çыннусем валли вара аслă çутă пулнă. Лешĕсем, вĕсен сассине илтсе, сăнне-питне курмасăрах, вĕсене телейлĕ тесе шутланă, мĕншĕн тесессĕн вĕсем асап тÿсмен.

(2) Унччен хăйсем вĕсене кÿрентернĕ пулин те, вĕсем тавăрман, çакăншăн вĕсене тав тунă, вĕсене часрах тухса кайма тархасланă.

(3) Ун вырăнне Эсĕ вĕсене пĕлмен çула кăтартса пымашкăн вут-çулăм юпи панă, çулçÿревĕ чаплă пултăр тесе сиенсĕр хĕвел панă.

(4) Ĕнтĕ лешĕсене çутăсăр хăварни, сĕмлĕхе хупса хуни тĕрĕс пулнă, мĕншĕн тесессĕн вĕсем Санăн ывăлусене тĕрмере тытнă, шăпах çав ывăлусем урлă Эсĕ тĕнчене нихăçан кивелми саккун çути панă.

(5) Сăваплă çынсен пĕчĕк ачисене вĕлерме хушнăшăн,— пĕр ывăлне çăлса хăварнă пулсассăн та, — Эсĕ, вĕсене айăпласа, нумай ачине пĕтертĕн, хăйсене пурне те кĕрлевлĕ шывра путартăн.

(6) Çав каç çитессе пирĕн аттесене малтанах пĕлтерсе хунă: вĕсем, хăйсене пама пулнине çирĕп шанса-ĕненсе, канăçлă тăччăр тенĕ.

(7) Санăн халăху, тÿрĕ çынсем çăлăнасса кĕтнĕ пекех, тăшмансем пĕтессе те кĕтнĕ:

(8) Эсĕ тăшмансене мĕн тĕлĕшĕнчен айăпланă, пире, Хăв йышăннă çыннусене, çав тĕлĕшрен асла хунă.

(9) Ашшĕсен мухтавлă юррисене юрланă хыççăн ырă çынсен сăваплă ачисем вăрттăн парне кÿнĕ, пурте пĕр шухăшлăн пулса, сăваплă çынсем ырăлăхне те, хăрушлăхне те пĕр пекех тÿсесси Турă саккунĕ пултăр тесе йышăннă.

(10) Ĕнтĕ тăшманĕсем тĕлсĕр-палсăр кăшкăрашни, вилнĕ ачисемшĕн уласа макăрни вĕсене ахрăм евĕр илтĕнсе тăнă.

(11) чурипе хуçине пĕр сутпах айăпланă, ахаль çын та патша тÿснинех тÿснĕ:

(12) кашни килте виле выртнă, пĕр вилĕмпех вилнисен имĕ-сумĕ те пулман; виле пытармашкăн чĕрĕ çын та çитмен, ĕнтĕ вĕсен хаклăран та хаклă ăрăвĕ пĕр самантрах тĕп пулнă.

(13) Ăрăмне мала хунипе ниме те ĕненменскерсем малтанхи ывăлĕсене пĕтернĕ чухне ку халăх шăпах Турă ывăлĕ пулнине ĕненнĕ:

(14) пĕтĕм тавралăх шăплăха путсассăн, каçĕ, шăва-шăва, хăйĕн варрине çитсессĕн

(15) тÿперен, патша вырăнĕнчен, пĕтме пÿрнĕ çĕр варрине Санăн пурне те тума пултаракан сăмаху хаяр çар çынни пек аннă.

(16) Вăл çивчĕ хĕç — Санăн улăшăнми хушăвна — илсе килнĕ, çитнĕ те — пур тĕле те вилĕм тултарнă: вăл тÿпене перĕннĕ, çĕр çийĕн çÿренĕ.

(17) Çавăн чухне сасартăк вĕсен тĕлĕкри ĕмĕчĕсене шуйхатса пăрахнă, вĕсем кĕт-мен çĕртен хăрушла сехĕрленсе ÿкнĕ;

(18) пĕри — унта, тепĕри кунта вилсе выртакансем, çурма вилесем, хăйсем мĕншĕн вилнине пĕлтерсе хăварнă:

(19) хăйсем мĕншĕн инкек тÿснине пĕлмесĕр ан вилччĕр тесе хăйсене шуйхатса пăрахнă тĕлĕкĕсем вĕсене çакна малтанах кăтартнă.

(20) Вилĕм тÿрĕ çынсене те сăнанă, вĕсем пушхирте ушкăнĕ-ушкăнĕпе пĕтнĕ пулсассăн та, ку çилĕ вăраха пыман:

(21) çылăхсăр ар вĕсене хÿтĕлеме васканă, хăй ĕçĕн кăралне илсе килнĕ: кĕлĕ туса, çырлахтармашкăн тĕтĕркĕчпе тĕтĕрсе, вăл çилле хирĕç тăнă та инкеке чарса лартнă, çапла хăй Санăн тарçу иккенне кăтартса панă.

(22) Çав çилле вăл ÿт вăйĕпе, кăралпа çĕнтермен, хаса паракана сăмахпа, аттемĕрсене тупа тунине, вĕсемпе халал хывнине аса илтерсе парăнтарнă:

(23) ĕнтĕ вилнисем пĕрин çинче тепĕри купаланса выртнă чухне вăл, варрине тăрса, çилле чарса лартнă, чĕррисем патне пыракан çула пÿлсе хунă.

(24) Унăн çиелти ризи çинче пĕтĕм тĕнче пулнă, тăватă йĕркеллĕ чулĕсем çинче аттемĕрсен касса çырнă чаплă ячĕсем пулнă, Санăн аслăлăху вара — унăн пуçĕн çутанкки çинче.

(25) Пĕтермĕш çакăнтан пăрăннă, çакăнтан хăранă: çилĕ сăнаса илни те çителĕклĕ пулнă.

19

(1) Усал çынсем çинчен вара шелсĕр çилĕ вĕçне çитиччен те сирĕлмен, мĕншĕн тесессĕн Вăл вĕсен пулас ĕçĕсене малтанах курса тăнă:

(2) вĕсем, тÿрĕ çынсене тухса кайма ирĕк парса, вĕсене васкавлăн кăларса ярсассăн ÿкĕнессе, хыçран хăваласа каясса малтанах курса тăнă:

(3) ĕнтĕ хурлăхĕ те умĕнчех пулнă, тупăксем умĕнче татăлса макăрнă, хăйсем вара тепĕр ăссăр шухăш тытнă, тархасласа çула ăсатнисене таркăнсене йĕрленĕ пек йĕрленĕ.

(4) Хăйсене тивĕçлĕ шăпа вĕсене вĕçнех çитме илĕртнĕ, пулса иртнине çавă манăçтарнă: çителĕксĕр хасана çителĕклĕ тумашкăн вĕсем тата айăпа кĕччĕр,

(5) Санăн халăхун çулçÿревĕ тĕлĕнмелле пултăр, лешĕсем вара нихăçан пулман вилĕм тупчăр тенĕ.

(6) Санăн ывăлусем сиенленмесĕр сыхланса юлччăр тесе, Эсĕ ятарласа хушнине пăхăнса, çÿлтен кăтартнипе пĕтĕм çутçанталăк каллех тĕпрен улăшăннă.

(7) Тапăра пĕлĕт анса хупăрланă, унччен шыв тăнă вырăнта типĕ çĕр тухнă, Хĕрлĕ тинĕсрен чăрмавсăр çул, кĕрлевлĕ авăртан ешĕл айлăм курăннă.

(8) Санăн аллу витсе тăнипе вĕсем, тĕлĕнмелле кĕтретсем курса, пĕтĕм йышпа каçса кайнă.

(9) Эй Çÿлхуçа, Сана — хăйсене Хăтаракана — мухтаса, вĕсем улăхра çÿрекен утсем пек хĕпĕртенĕ, путексем пек вылянă:

(10) ĕнтĕ вĕсем хăйсем лере мĕн курнине — кулленхи чĕрчунсем вырăнне çĕр шăна-ÿпре ĕрчетнине, юханшывра пулă вырăнне шутсăр-сумсăр шапа кĕшĕлтетнине — асрах тытнă.

(11) Кайран вĕсем, пилне чараймасăр, тутлă апат ыйтнă та халиччен курман кайăк курнă:

(12) вĕсене йăпатмашкăн тинĕс енчен путене вĕçсе килсе тулнă, çылăхлисене вара хаса çитнĕ, паллăсем кăтартса — çиçĕм хăватне кăтартса — çитнĕ. Хăйсен усаллăхĕшĕн вĕсем тивĕçлипе асап тÿснĕ:

(13) вĕсем ют çĕртен килнисене уйрăмах хытă курайман: хăшĕсем палламан çулçÿренсене йышăнман, кусем вара ютран килсе ырă туса пурăнакансене чуралан-тарнă.

(14) Ку сахал-ха, ют çĕр çыннисене тăшманла йышăннăшăн вĕсемшĕн тата сут пулĕ;

(15) кусем вара малтан уяври пекех хавасланса йышăннă, кайран хăйсемпе пĕр тан шутланакан çынсене чăтма çук йывăр ĕçлеттерсе пусмăрлама тытăннă.

(16) Çавăншăн вĕсене суккăр тунă, тахçан пĕрисем хăйсене тÿрĕ çын алăкĕ умĕнче сĕмлĕх хупласа илсессĕн, кашнийĕ алăк шыраса хăшкăлнă çынсем евĕр, вĕсем нимĕн те курман.

(17) Çутçанталăк вăй-хăвачĕсем — тĕп сассине урăхлатмасăр, сасă сĕмĕсене çеç улăштарса тăракан псалтирь евĕр — улăшăннă; çакна пулни-иртнине тĕплĕн сăнасассăн курма пулать:

(18) çĕр çинчи чĕрчунсем шыври чĕрчунсем пулса тăнă, шывра ишекенни-сем çĕр çине тухнă.

(19) Вут-çулăм шывра та хăйĕн вăйне çухатман, шывĕ вара вут-çулăма сÿнтерейми пулнă;

(20) çулăмĕ те  çунтарман: çулăм варринче çÿрекен черченкĕ чĕрчунсен ÿтне сиенлемен, юр евĕр хăвăрт ирĕлекен тÿпе апачĕ те ирĕлмен.

(21) Эй Çÿлхуçа, Эсĕ Хăвăн халăхна çапла пур тĕлĕшпе те аслă турăн, мухтава кăлартăн, ăна пăрахмарăн, кирек хăш вăхăтра та, кирек хăш вырăнта та унпа пĕрле пултăн.

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.