Даниил Пророк Кĕнеки


Даниил Пророк Кĕнеки

1

(1)  Иудея патши Иоаким виççĕмĕш çул патшара ларнă чухне Навуходоносор — Вавилон патши — Иерусалим патне килнĕ те ăна хупăрласа илнĕ.

(2) Çÿлхуçа Иудея патшине Иоакима тата Турă Çуртĕнчи савăтсен пĕр пайне Навуходоносор аллине панă; вăл вара çав савăтсене Сеннаар çĕрне, хăй туррийĕн çуртне, ăсатнă, хăй туррийĕн мул управăшне хывнă.

(3) (4)  Патша хайрансен пуçлăхне Асфеназа Израиль ывăлĕсем хушшинчен — патша йăхĕнчен, аслă улпутсен йăхĕнчен — тухнă çамрăк ачасене, ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен пĕр кăлтăксăр, хитре сăн-питлĕ, кирек мĕне те вĕренме пултаруллă, ăслă-тăнлă та тавçăруллă, патша керменĕнче ĕçлесе тăма юрăхлă ачасене тупса килме, вĕсене халдей çырулăхĕпе чĕлхине вĕрентме каланă.

(5) Патша вĕсене кулленех хăйĕн сĕтелĕ çинчи апат-çимĕçпе тăрантарма, хăй ĕçекен эрехе ĕçтерме хушнă, вĕсене виçĕ çул вĕрентме-ăспама каланă; унтан вара вĕсен патша умне тăмалла пулнă.

(6) Çавсем хушшинче Иуда йăхĕнчи Даниил, Анания, Мисаил тата Азария пулнă.

(7) Хайрансен пуçлăхĕ вĕсене урăхла ят панă: Даниила — Валтасар, Ананияна — Седрах, Мисаила — Мисах, Азарияна — Авденаго тенĕ.

(8) Даниил вара патша сĕтелĕ çинчи çимĕçе тата патша ĕçекен

эрехе астивсе ирсĕрленес темен, çавăнпа хайрансен пуçлăхĕнчен хăйне ирсĕрлесрен хăтарма ыйтнă.

(9) Турă тивлечĕпе Даниил хайрансен пуçлăхĕнчен пархатар та юп курнă;

(10) хайрансен пуçлăхĕ Даниила çапла каланă: эпĕ хуçамран, патшаран, хăратăп, сире мĕнле ĕçме-çиме памаллине вăл хăй палăртрĕ; эсир ăна ытти тантăшăрсенчен ырханрах курăнсассăн, манăн пуçăма патша умĕнче айăпа кĕртетĕр, тенĕ.

(11) Хайрансен пуçлăхĕ Даниила, Ананияна, Мисаила тата Азарияна пăхса тăма Амелсара хушнă пулнă, ăна вара Даниил çапла каланă:

(12) эсĕ хăвăн чурусене вунă кун хушши сăнаса пăхсамччĕ: ĕçме-çиме пире пахчаçимĕç те шыв кăна паччăр;

(13) кайран пирĕн сăн-пите тата патша ĕçми-çимипе тăранса пурăнакан яш ачасен сăнне танлаштарса пăхăн та хăвăн чурусемпе мĕн тумаллине курăн вара, тенĕ.

(14) Амелсар ÿкĕте кĕнĕ те вĕсене вунă кун сăнанă.

(15) Вунă кун иртсессĕн вĕсен сăн-пичĕ патша апатне çисе пурăннă ачасенчен хитререх курăннă, ÿт-пĕвĕ те вĕсен кĕрĕрех пулнă.

(16) Çавăн хыççăн вара Амелсар вĕсене памалли апат-çимĕçпе эрехе каялла ярса вĕсене пахчаçимĕç çеç парса тăнă.

(17) Турă çакă тăватă яш ачана кирек мĕнле кĕнекене те, кирек мĕнле ăслăлăха та ăнланма пĕлÿпе ăс-хакăл пултарулăхĕ панă, Даниила тата кирек мĕнле курăнăва та, кирек мĕнле тĕлĕке те ăнкармалăх ăс-тăн панă.

(18) Патша палăртнă вăхăт çитсессĕн, хайрансен пуçлăхĕ яш ачасене Навуходоносора кăтартнă.

(19) Патша вĕсемпе калаçса пăхнă, яш ачасен йышĕнче Даниила, Ананияна, Мисаила тата Азарияна çитекенни урăх тупăнман, вĕсем вара патшашăн ĕçлесе тăма тытăннă.

(20) Патша кирек мĕнле ăслăлăх пирки ыйтсассăн та, вĕсем пĕтĕм патшалăхри мĕнпур пĕлĕмçĕсенчен, асамçăсенчен вунă хут ăслăраххăн курăннă.

(21) Даниил унта Кир пĕрремĕш çул патшара лариччен пулнă.

2

(1)  Навуходоносор иккĕмĕш çул патшара ларнă чухне тĕлĕк тĕлленнĕ; вăл шуйханса ÿкнĕ, унăн ыйхи вĕçнĕ.

(2) Патша пĕлĕмçĕсене, асамçăсене, вĕрÿçĕсене тата халдейсен ăрăмçисене хăйĕн тĕлĕкне ăнлантарса пама чĕнтернĕ. Лешĕсем килнĕ те патша умне тăнă.

(3) Патша каланă: эпĕ тĕлĕк куртăм та, ăшăм вăркать, çав тĕлĕке пĕлессĕм килет, тенĕ.

(4) Халдейсем патшана арамейла каланă: патшамăр! ĕмĕр-ĕмĕр пурăн! тĕлĕкне чурусене каласа парччĕ, эпир вара ун пĕлтерĕшне ăнлантарăпăр, тенĕ.

(5) Патша халдейсене çапла хуравланă: калас сăмахăм манăçрĕ; эсир мана тĕлĕкĕме, унăн пĕлтерĕшне ăнлантарса параймасан, сире касса ваклĕç, сирĕн çурт-йĕре аркатса тăкĕç;

(6) тĕлĕкĕме тата унăн пĕлтерĕшне каласа парсассăн, сире манран тĕрлĕ парне те чыс-хисеп пулать; эппин, тĕлĕкĕме тата унăн пĕлтерĕшне калăр, тенĕ.

(7) Вĕсем ĕнтĕ иккĕмĕш хут хуравласа çапла каланă: патша хăйĕн чурисене çав тĕлĕке калинччĕ, эпир унăн пĕлтерĕшне ăнлантарăпăр, тенĕ.

(8) Патша хуравласа каланă: пĕлетĕп эпĕ — тĕлĕкĕме аса илейменнине кура эсир вăхăта çеç тăсасшăн.

(9) Эсир мана тĕлĕкĕм пĕлтерĕшне калаймастăр иккен, апла эсир мана суйса-улталаса вăхăт ирттерме каварлашса хунă; çапла ĕнтĕ, тĕлĕкĕме каласа парăр, вара эсир унăн тупсăмне те ăнлантарса параясса ĕненĕп, тенĕ.

(10) Халдейсем патшана çапла хуравласа каланă: ку ĕçĕн уççи-хуппине патшана калаян çын çĕр çинче çук; çавăнпа нимĕнле аслă, хăватлă патша та пĕр пĕлĕмçĕрен те, асамçăран та, халдейсен ăрăмçинчен те кунашкаллине ыйтман.

(11) Патша тума ыйтакан ĕç çав тери йывăр, унăн уççи-хуппине патшана турăсемсĕр пуçне никам та калаяс çук, вĕсем вара çын хушшинче пурăнмаççĕ, тенĕ.

(12) Çакна илтсессĕн патша тарăхса-урса кайнă та Вавилон ăсчахĕсене пурне те тĕп тума хушнă.

(13) Ăсчахсене вĕлерме хушу тухсассăн, Даниилпа унăн юлташĕсене те шыранă, вĕсене те пĕтересшĕн пулнă.

(14) Даниил вара Вавилон ăсчахĕсене вĕлерме янă Ариоха — патша сыхлавçисен пуçлăхне — канаш тата ăс парас тесе унпа калаçу пуçарнă;

(15) патшанăн сумлă çыннинчен Ариохран çапла ыйтнă: патша мĕншĕн кун пекех хаяр хушу кăларчĕ? тенĕ. Вара Ариох Даниила пĕтĕм ĕç-пуçа каласа панă.

(16) Даниил патша патне кĕнĕ те патшанăн тĕлĕкне ăнлантарма пулса вăхăт ыйтса илнĕ.

(17) Вăл килне таврăннă та ĕç-пуçа хăйĕн юлташĕсене Ананияна, Мисаила тата Азарияна каласа панă:

(18) вĕсем Тÿпери Турра хута кĕме, çав вăрттăнлăха уçса пама тархаслаччăр — Даниилпа унăн юлташĕсем Вавилонăн ытти ăсчахĕсемпе пĕрле пĕтмĕçинччĕ.

(19) Вара Даниила çĕрлехи курăнура вăрттăнлăх уçăлнă. Даниил ĕнтĕ Тÿпери Турра мухтавланă.

(20) Вăл çапла каланă: Çÿлхуçа ячĕ ĕмĕр-ĕмĕрех мухтавлă пултăр! Мĕншĕн тесен Унра — ăслăлăхпа хăват;

(21) Вăл вăхăта, ĕмĕре улăштарать, патшана сирпĕтет, патшана лартать; ăслисене ăс, тăнлине тăн парать;

(22) Вăл тарăнлăха та вăрттăнлăха уçать, сĕмлĕхрине пĕлсе тăрать, Унпа пĕрле çутă пурăнать.

(23) Сана, аттемĕрсен Туррине, аслăласа мухтатăп: Эсĕ мана ăслăхпа хăват халалларăн, эпир Хăвăнтан мĕн тархасласа ыйтнине Эсĕ мана уçса патăн: патша мĕн çинчен ыйтнине пире уçса патăн.

(24) Çакăн хыççăн Даниил Вавилон ăсчахĕсене пĕтерме патшаран хушу илнĕ Ариох патне кайнă, ун патне кĕнĕ те каланă: Вавилон ăсчахĕсене ан вĕлер; патша патне ертсе кай мана, эпĕ тĕлĕкĕн пĕлтерĕшне уçса парăп, тенĕ.

(25) Ариох вара Даниила тÿрех патша патне ертсе кĕнĕ те каланă: эпĕ Иудейăран тыткăна илнисен хушшинче патша тĕлĕкĕн пĕлтерĕшне уçса пама пултаракана тупрăм, тенĕ.

(26) Патша Даниила, Валтасар тесе ят хунăскере, каланă:

эпĕ курнă тĕлĕке тата унăн пĕлтерĕшне эсĕ мана каласа параятăн-и вара? тенĕ.

(27) Даниил патшана çапла хуравласа каланă: патша ыйтакан вăрттăнлăха ăсчах та, пĕлĕмçĕ те, вĕрÿçĕ те, юмăç та патшана уçса параймĕ.

(28) Анчах тÿпере вăрттăнлăха уçан Турă пур, юлашки кунсенче мĕн пулассине Навуходоносор патшана Вăл уçса пачĕ. Эсĕ хăвăн вырăну çинче çывăрнă чухне тĕлĕкÿнте çакна тĕлленнĕ:

(29) патшам, эсĕ: çакăн хыççăн мĕн пулĕ-ши? тесе шутласа выртнă — Вăрттăнлăха Уçаканĕ вара мĕн пулассине кăтартнă сана.

(30) Эпĕ çут тĕнчере пуринчен те ăслăрах пулнăран мар, патшана ăнлантарса пама уçăлчĕ ку вăрттăнлăх мана — эсĕ хăвăн чĕрÿне мĕн пăлхатнине пĕлĕн.

(31) Эсĕ, патшамăм, акă мĕн тĕлленнĕ: санăн умăнта темĕнле пысăк кĕлетке, кĕрĕс-мерĕс кĕлетке пулнă, вăл ялтăр çуталса тăнă, унăн сăнĕ чуна çÿçентернĕ.

(32) Çавă кĕлеткен пуçĕ таса ылтăн пулнă, кăкăрĕпе аллисем — кĕмĕл, хырăмĕпе пĕççисем — пăхăр,

(33) ура тунийĕсем — тимĕр, ура лапписен пĕр пайĕ — тимĕр, тепĕр пайĕ — тăм.

(34) Кайран эсĕ акă мĕскер курнă: алăпа тĕкĕнмесĕрех ту çинчен чул катăлса аннă та çав кĕлеткене пырса çапнă, унăн тимĕрпе тăмран тунă урисем çине ÿкнĕ те вĕсене аркатса тăкнă.

(35) Вара пĕтĕмпе харăсах саланса кайнă: тимĕрĕ, тăмĕ, пăхăрĕ, кĕмĕлĕ те ылтăнĕ çуллахи йĕтем çинчи хывăх пек пулса тăнă, вĕсене çил вĕçтерсе кайнă, йĕрĕ те юлман; кĕлеткене аркатнă чул вара аслă ту пулса пĕтĕм çĕре хупланă.

(36) Çавнашкал тĕлĕк! Халĕ патша умĕнче унăн пĕлтерĕшне каласа парăпăр.

(37) Патша, эсĕ — патшасен патшийĕ; Тÿпери Турă сана патшалăх, ирĕк, хăват та чап панă;

(38) Вăл кирек ăçта пурăнакан этем ывăлĕсене, çĕр çинчи чĕрчунсемпе тÿпери вĕçен кайăксене сан аллуна панă, пурне те сана пăхăнтарнă. Ылтăн пуç — эсĕ вăл!

(39) Сан хыççăн урăх патшалăх çĕкленĕ, санăнне çитеймĕ; унтан виççĕмĕшĕ — пăхăр патшалăх — пĕтĕм çĕр çинче хуçа пулса тăрĕ.

(40) Тăваттăмĕш патшалăхĕ вара тимĕр пек çирĕп пулĕ: тимĕр пурне те ватса çĕмĕрнĕ пек, тĕпретнĕ пек, вăл та, тĕппипе аркатакан тимĕр евĕр, аркатĕ те тĕпретĕ.

(41) Эсĕ тата пĕр пайне чÿлмек тăмĕнчен, тепĕр пайне тимĕртен тунă урасемпе ура пÿрнисене курнă,— апла çав патшалăх пайланса каять; унăн кăштах тимĕр çирĕплĕхĕ те пулĕ, çавăнпа ĕнтĕ эсĕ чÿлмек тăмĕпе хутăшнă тимĕре курнă.

(42) Ура пÿрнисен пĕр пайĕ тимĕр, тепĕр пайĕ тăм пулнă пекех, çав патшалăх та тĕллĕн çирĕп, тĕллĕн хавшак пулĕ.

(43) Эсĕ чÿлмек тăмĕпе хутăшнă тимĕре курнă — апла пĕри тепĕринпе этем вăрлăхĕ урлă хутăшĕ, анчах тимĕре тăмпа пĕрле шăратса хутăштараймастăн, çавăн пек вĕсем те пĕр пĕтĕмлĕх пулаймĕç.

(44) Çав патшалăхсен саманинче Тÿпери Турă нихăçан арканми патшалăх туса лартĕ, ку патшалăх урăх халăх аллине лекмĕ; вăл пур патшалăха та аркатса тăкĕ, хăй вара ĕмĕр-ĕмĕрех пулĕ,

(45) çавăнпа алăпа тĕкĕнмесĕрех ту çинчен чул катăлса аннине, вăл тимĕре, пăхăра, тăма, кĕмĕле те ылтăна ватнине курнă та эсĕ. Аслă Турă малашне мĕн пулассине патшана çапла пĕлтернĕ. Çак тĕлĕк чăн, ăна ăнлантарни те тĕрĕс! тенĕ Даниил.

(46) Çавăн чухне вара Навуходоносор патша ÿпне ÿксе Даниила пуççапнă, ăна парне парса тата ырă шăршă тĕтĕрсе чыслама хушнă.

(47) Патша Даниила çапла каланă: эсĕ çак вăрттăнлăха уçма пултартăн пулсассăн, сирĕн Туррăр чăннипех — турăсен Туррийĕ, патшасен вăрттăнлăха уçакан Патшийĕ! тенĕ.

(48) Çавăн хыççăн патша Даниила асла кăларнă, ăна темĕн чухлĕ сумлă парне панă, ăна пĕтĕм Вавилон çĕрĕн хуçи тата мĕнпур Вавилон ăсчахĕсен пуçлăхĕ туса хунă.

(49) Даниил ыйтнипе патша Вавилон çĕршывĕнчи ĕçсене тытса пыма Седраха, Мисаха тата Авденагона лартнă, Даниил вара патша килĕнчех юлнă.

3

(1) Навуходоносор патша ылтăн кĕлетке тутарнă: унăн çÿллĕшĕ утмăл чике, сарлакăшĕ ултă чике пулнă; ăна вăл Вавилон çĕрне, Дурă айлăмне, лартнă.

(2) Вара Навуходоносор патша, хăй лартнă кĕлетке-йĕрĕхе чаплăн уçнă çĕре пуçтарăнччăр тесе, сатрапсене, çĕршыв пайĕсен пуçлăхĕсене, хула пуçлăхĕсене, канашçăсене, çарпуçсене, аслă тÿресене, хысна управçисене, саккун йĕркине тытса пыракансене, сут ĕçĕн çыннисене, тĕрлĕ çĕрсен тÿри-шарине чĕнме çын янă.

(3) Вара Навуходоносор патша лартнă йĕрĕхе пуççапса чаплăн уçмашкăн сатрапсем, çĕршыв пайĕсен пуçлăхĕсем, хула пуçлăхĕсем, çарпуçсем, аслă тÿресем, хысна управçисем, саккун йĕркине тытса пыракансем, сут ĕçĕн çыннисем, тĕрлĕ çĕрсен тÿри-шари пурте пуçтарăннă, Навуходоносор туса лартнă йĕрĕх умне пырса тăнă.

(4) Çавăн чухне кăшкăрса пĕлтерекенĕ хыттăн каланă: халăхсем, йăхсем, ăрусем, сире пĕлтереççĕ:

(5) трупа, шăхличĕ, цитра, арфа, кĕсле, сăрнай тата кĕвĕ-çемĕ каламалли ытти сăпрай янăраса кайнине илтсенех, çĕре ÿксе, Навуходоносор лартнă ылтăн йĕрĕхе пуççапăр.

(6) Кам та кам ÿксе пуççапмасть, ăна тÿрех çунакан кăмакана тытса пăрахĕç, тенĕ.

(7) Çавăнпа та трупа, шăхличĕ, цитра, арфа, кĕсле тата кĕвĕ-çемĕ каламалли ытти сăпрай сасси янăраса кайсассăнах, пур халăхсем, йăхсем, ăрусем Навуходоносор патша лартнă ылтăн йĕрĕхе ÿксе пуççапнă.

(8) Шăпах çав вăхăтра хăш-пĕр халдейсем пынă та иудейсем çинчен элек панă.

(9) Вĕсем Навуходоносор патшана çапла каланă: патша, ĕмĕр-ĕмĕр пурăн!

(10) Патша, эсĕ кирек епле çынна та трупа, шăхличĕ, цитра, арфа, кĕсле, сăрнай тата кĕвĕ-çемĕ каламалли ытти сăпрай янăраса кайнине илтсенех ылтăн йĕрĕхе пуççапма хушнă; икам та кам ÿксе пуççапмасть, ăна çунакан кăмакана пăрахмалла, тенĕ.

(12) Кунта эсĕ Вавилон çĕршывĕнчи ĕçсене тĕрĕслесе тăма лартнă Иудея арĕсем пур: Седрах, Мисах тата Авденаго; çавă арсем, патша, эсĕ хушнине итлемеççĕ, санăн туррусене ĕçлесе тăмаççĕ, эсĕ лартнă ылтăн кĕлеткене пуççапмаççĕ.

(13) Навуходоносор, тарăхса та урса кайнăскер, Седраха, Мисаха тата Авденагона илсе килме хушнă; вара çавă арсене патша патне илсе пынă.

(14) Навуходоносор каланă вĕсене: Седрах, Мисах тата Авденаго, эсир манăн туррăмсемшĕн ĕçлеместĕр, эпĕ лартнă кĕлеткене пуççапмастăр тени тĕрĕсех-и?

(15) Эппин, çапла: е эсир трупа, шăхличĕ, цитра, арфа, кĕсле, сăрнай тата кĕвĕ-çемĕ каламалли ытти сăпрай янăраса кайнă-кайманах эпĕ лартнă ылтăн кĕлеткене ÿксе пуççапма хатĕр тăратăр, е сире, пуççапмасассăн, халех çунакан кăмакана ывăтĕç; сире ун чухне манăн алăран мĕнле турă çăлса хăварĕ?

(16) Седрах, Мисах тата Авденаго вара Навуходоносор патшана çапла хуравласа каланă: кун пирки пирĕн сана сăмах тавăрса калама кирлех те мар.

(17) Эпир пуççапса пурăнакан Туррăмăр хăватлă — пире çунса тăракан кăмакаран та çăлса хăварма пултарать, патша, санăн аллунтан та хăтарĕ.

(18) Ун пек пулмасассăн та, патша, пĕлнĕ пул: эпир санăн туррусемшĕн ĕçлемĕпĕр, эсĕ лартнă ылтăн йĕрĕхе пуççапмăпăр, тенĕ.

(19) Навуходоносор ĕнтĕ тилĕрсех кайнă, Седрах çине, Мисахпа Авденаго çине хаяррăн пăхса илнĕ те кăмакана унчченхинчен çичĕ хут хĕрÿрех хутма хушнă;

(20) хăй çарĕнчи чи вăйлă арсене вăл Седраха, Мисаха тата Авденагона çыхса пăрахма, унтан вут-çулăмпах хĕрсе çунакан кăмакана ывăтма хушнă.

(21) Вара вĕсене мĕнле пур çаплипех — аялти-çиелти тумĕпех, пуç çыххине çыхнипех, ытти тумĕпех — çыхнă та хутса хĕртнĕ кăмакана пăрахнă.

(22) Патша хытă хистенĕрен кăмакана шутсăр вăйлă хĕртсе янă, ĕнтĕ Седраха, Мисаха тата Авденагона тытса пăрахакансене çав вут-çулăм ĕнтсе ярса вĕлернĕ.

(23) Çавă виçĕ ар — Седрах, Мисах тата Авденаго, çыхса пăрахнăскерсем,— кĕрлесех çунакан кăмакана кĕрсе ÿкнĕ.

(24) Вĕсем вут-çулăм ăшĕнче Турра мухтаса, Çÿлхуçана аслăласа утса çÿренĕ.

(25) Азария вара чарăнса тăрса кĕлтунă та, вут-çулăм варринчех çăварне уçса, кăшкăрса каланă.

(26) «Эй Çÿлхуçа, аттемĕрсенĕн Турри, Эсĕ мухтавлă, Санăн яту ĕмĕр-ĕмĕрех мухтавлă та чаплă.

(27) Эсĕ пирĕн тĕлĕшрен мĕн туни — пĕтĕмпех тĕрĕс, Санăн пур ĕçÿ те — чăнлăх, Санăн çулу-йĕрÿ — тÿрĕ, Эсĕ пурне те тĕрĕс сут тăватăн.

(28) Эсĕ пире, аттемĕрсен сăваплă хулине Иерусалима пур тĕлĕшпе те тĕрĕс айăпларăн: хамăр тунă çылăхсемшĕн эпир мĕне тивĕçнине Эсĕ пире тĕрĕссипе тавăрса патăн;

(29) эпир, Санран уйăрăлса, çылăха кĕтĕмĕр, йĕркесĕр ĕçсем турăмăр, пур тĕлĕшпе те айăплă пултăмăр.

(30) Санăн ÿкĕтÿсене итлемерĕмĕр, вĕсене уямарăмăр; Эсĕ пирех ырăлăх кÿресшĕн мĕнле пурăнма хушнă пек пурăнмарăмăр.

(31) Эсĕ пирĕн çине мĕн-мĕн яни, Эсĕ пире мĕнмĕн кăтартни — тĕрĕс сут туса айăплани.

(32) Пире ĕнтĕ усал тăшмансен аллине, Турăран хăпнă, чи курайми çынсен аллине, çĕр çинчи чи усал та тĕрĕс сут мĕнне пĕлмен патша аллине ÿкертĕн.

(33) Халĕ эпир çăвар та уçаймастпăр; Санăн чурусемшĕн, Сана хисеплекенсемшĕн эпир — намăс кăтартакансем, мăшкăл куракансем.

(34) Анчах Ху ятушăн пире ĕмĕрлĕхех тăшман аллине ан парсамччĕ, Хăвăн халална ан пăрахсамччĕ.

(35) Хăв юратнă Авраам ячĕшĕн, Хăвăн Исаак чуру ячĕшĕн, Хăвăн сăваплă Израилÿ ячĕшĕн Хăвăн ырăлăхна пирĕн çинчен ан сирсемччĕ;

(36) Эсĕ вĕсене каланă: сирĕн йăхăра тÿпери çăлтăрсем пек, тинĕс хĕрринчи хăйăр пек йышлă тăвăп, тенĕ.

(37) Эй Çÿлхуçа, хамăр çылăхăмăрсемшĕн эпир пур халăхсенчен те кĕçĕне юлтăмăр, пире пĕтĕм çĕр çинче хур турĕç,

(38) халĕ ĕнтĕ пирĕн аслă пуçлăх та, пророк та, çулпуç та çук, пĕтĕмĕшпе çунтарса парне парасси те, ытти парнесем кÿресси те, фимиампа тĕтĕресси те çук, Санран ырăлăх курасшăн Сана парне кÿмешкĕн парне вырăнĕ те çук.

(39) Пире, хуйхăллă чĕреллисене, йăваш кăмăллисене, хапăл тусамччĕ.

(40) Халĕ Сан умăнта пирĕн парне — такасене, вăкăрсене пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿнĕ пек, самăр путексене пиншерĕн кÿнĕ пек — кăмăллă пулинччĕ: Сана шанакансем намăс курмĕçинччĕ.

(41) Халĕ эпир пĕтĕм чунчĕрепе Сан хыççăн пыратпăр, Санран хăратпăр, Санăн сăнна шыратпăр.

(42) Намăса ан хăварсам пире, мĕн кăтартассине Хăвăн хĕрхенÿллĕ кăмăлупа, нумай ырăлăхупа кăтартсам пире,

(43) эй Çÿлхуçа, кĕтретÿсен хăвачĕпе хăтарсам пире, Хăвăн ятна мухтава кăларсам;

(44) Санăн чурусене усал тăвакансем пурте намăса юлччăр, хăйсем питĕ хăватлă чухнех намăса юлччăр, вĕсен вăй-хăвачĕ аркантăр,

(45) пĕр Эсĕ çеç Çÿлхуçа Турă иккенне, Эсĕ пĕтĕм тĕнчипе мухтавлă иккенне пĕлсе çитчĕр» тенĕ Азария.

(46) Вĕсене тытса пăрахнă патша тарçисем çав хушăра кăмакана хĕртсех тăнă, пĕр вĕçĕмсĕр нефть, сăмала, сÿс тата çапă çунтарнă;

(47) ĕнтĕ кăмака çийĕн хĕрĕх тăхăр чике çÿллĕш çулăм çĕкленсе хăпарнă,

(48) çулăм тата палка-палка тухнă, кăмака çывăхĕнче пулнă халдейсене ĕнтсе, çунтарса янă.

(49) Азария патне, унпа пĕрле пулнисем патне вара кăмакана Çÿлхуçа Ангелĕ аннă,

(50) вăл вут-çулăма кăмакаран кăларса янă, кăмака варринче вĕрсе тăракан евĕрлĕ нÿрлĕ çил тунă, вара вутçулăм вĕсене пачах та сĕртĕнмен, нимĕнле сиен те кÿмен, вĕсене шиклентермен те.

(51) Вара çак çынсем виççĕшĕ те, пĕр çын пек пулса, кăмакара юрласа янă, Турра мухтанă та аслăланă.

(52) «Эй Çÿлхуçа, аттемĕрсенĕн Турри, Эсĕ ĕмĕр-ĕмĕрех мухтавлă, ĕмĕр аслă, Санăн яту чаплă та сăваплă, ăна ĕмĕр-ĕмĕрех аслăласа, мухтаса тăраççĕ.

(53) Эсĕ Хăвăн сăваплă мухтавлăхун Çуртĕнче мухтавлă, унта Сана ĕмĕр-ĕмĕрех мухтаса, аслăласа тăраççĕ.

(54) Эсĕ тĕпсĕр вырăнсене куратăн, Херувимсем çинче ларса çÿретĕн, Сана ĕмĕр-ĕмĕрех мухтаса, аслăласа тăраççĕ.

(55) Эсĕ Хăв патшалăхун аслă пуканĕ çинче мухтавлă ларатăн, Сана ĕмĕр-ĕмĕрех мухтаса, аслăласа тăраççĕ.

(56) Эсĕ тÿпере те мухтавлă, Сана ĕмĕр-ĕмĕрех мухтаса, аслăласа тăраççĕ.

(57) Çÿлхуçанăн пур ĕçне те мухтăр, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(58) Çÿлхуçа Ангелĕсем, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(59) Пĕлĕтсем, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(60) Пĕлĕтсенчен те çÿлти шывсем, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(61) Çÿлхуçанăн хăвачĕсем, пурте Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(62) Хĕвел те, уйăх та, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(63) Тÿпери çăлтăрсем, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(64) Кирек хăш çумăр та, сывлăм та, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(65) Çилсем, пурте Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(66) Вут та, кăвар та, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(67) Сивви те, шăрăххи те, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(68) Сывлăм та, ÿкнĕ тăм та, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(69) Кун та, каç та, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(70) Çутă та, тĕттĕм те, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(71)  Пăр та, шартлама сивĕ те, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(72) Пас та, юр та, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(73) Çиçĕм те, пĕлĕт те, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(74) Çÿлхуçана çĕр те мухтаса юрлатăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăтăр.

(75) Тусемпе сăртсем, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(76) Çĕр çинчи ÿсентăрансем, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(77) Çăлкуçсем, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа

лăласа тăрăр.

(79) Китсем, шывра мĕн ишсе çÿрекенни пурте Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(80) Тÿпери вĕçен кайăксем, пурте Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(81) Тискер кайăксем, мĕнпур выльăх-чĕрлĕх, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(82) Этем ывăлĕсем, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(83) Израиль, Çÿлхуçана мухта, юрла, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăла.

(84) Çÿлхуçа священникĕсем, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(85) Çÿлхуçа чурисем, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(86) Сывлăшсем, сăваплă çынсен чунĕсем, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(87) Тÿрĕ пурăнакансем, йăваш кăмăллисем, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр.

(88) Эй Анания, Азария тата Мисаил, Çÿлхуçана мухтăр, юрлăр, Ăна ĕмĕр-ĕмĕр аслăласа тăрăр; Вăл пире тамăкран туртса кăларчĕ, вилĕм аллинчен çăлчĕ, кăмака варринче çунакан çулăмран хăтарчĕ, вут-çулăм ăшĕнчен хăтарчĕ.

(89) Çÿлхуçана мухтăр: Вăл ырă, Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

(90) Çÿлхуçана хисеплекенсем, пурте турăсен Туррине мухтăр, юрлăр, аслăлăр: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе».]

(91)  [Вĕсем юрланине илтсессĕн] Навуходоносор патша тĕлĕнсех кайнă, вара васкавар ура çине тăнă та хăйĕн улпучĕсене каланă: эпир вут-çулăма виçĕ çынна çыхса пăрахмарăмăр-и-ха? тенĕ. Лешĕсем патшана хуравласа: патша, чăнах та çапла! тенĕ.

(92) Патша каланă вара: акă эпĕ вут-çулăм варринче çÿрекен тăватă ара куратăп, вĕсене çыхман, вĕсем тĕрĕс-тĕкелех; тăваттăмĕшĕ Турă ывăлĕ пекех курăнать, тенĕ.

(93) Навуходоносор вут-кăварпа хĕрсе кайнă кăмака çăварĕ патне пынă та каланă: эй Седрах, Мисах тата Авденаго, Çÿлти Туррăн чурисем! унтан тухăр! тенĕ. Вара Седрах, Мисах тата Авденаго вут-çулăм варринчен тухнă.

(94) Ĕнтĕ сатрапсем, хула пуçлăхĕсем, çарпуçсем тата патшана канаш парса тăракансем пуçтарăннă та, пăхнă та — ку арсене вут-çулăм нимĕн те тăвайман иккен: пуç çинчи çÿçĕ те ĕнмен вĕсен, тумтирĕ те тĕрĕс-тĕкелех, çунăк шăрши те пулин кĕмест вĕсенчен.

(95) Çавăн чухне вара Навуходоносор каланă: Седрахăн, Мисахăн тата Авденагон Турри мухтавлă! Вăл Хăйне шанса тăракан чурисене çăлма — патша хушнине итлеменскерсене, хăйсен Туррисĕр пуçне урăх турра пуççапма килĕшмесĕр, хăйсен пурăнăçне хĕрхенмесĕр вут-çулăм ăшне кĕнĕ чурисене çăлма — Хăйĕн Ангелне ячĕ!

(96) Эпĕ пур халăхсене, йăхсене, ăрусене çапла хушатăп: Седрахăн, Мисахăн тата Авденагон Туррине хурлакан çынна касса ваклаччăр, унăн çурт-йĕрне ишсе тăкчăр, мĕншĕн тесессĕн çапла çăлма пултаракан Турă урăх çук.

(97) Çавăн хыççăн Седраха, Мисаха тата Авденагона патша Вавилон çĕршывĕнче аслă вырăнсене лартнă, [вĕсене асла кăларнă, хăйĕн патшалăхĕнчи мĕнпур иудейсĕн пуçлăхĕ туса хунă].

(98) Навуходоносор патша — пĕтĕм çĕр çинче пурăнакан халăхсене, йăхсене, ăрусене: тăнăçлăх пултăр сире!

(99) Эпĕ сире Çÿлти Турă ман тĕлĕшĕмрен тунă хăватсем, кĕтретсем çинчен пĕлтересшĕн.

(100) Вăл кăтартнă паллăсем мĕн тери аслă, Унăн кĕтречĕсем мĕн тери хăватлă! Унăн патшалăхĕ — ĕмĕрлĕх патшалăх, пурте ĕмĕр-ĕмĕрех Унăн аллинче.

4

(1) Эпĕ, Навуходоносор, хамăн çуртăмра канлĕн пурăнаттăм, хамăн керменĕмре ырă кураттăм.

(2) Анчах та эпĕ тĕлĕк тĕллентĕм, çавă мана хăратсах пăрахрĕ, çывăран вырăнăм çинче пуçа килнĕ шухăшсем, тĕлĕкре мĕн курăнни мана сехĕрлентерсех ÿкерчĕç.

(3) Вара эпĕ, мана тĕлĕкĕн пĕлтерĕшне каласа паччăр тесе, Вавилонри пĕтĕм ăсчаха хам патăма чĕнме хушрăм.

(4) Ĕнтĕ пĕлĕмçĕсем, асам çăсем, халдейсен ăрăмçисем, вĕрÿçĕсем пуçтарăнчĕç; эпĕ вĕсене тĕлĕкĕме каласа патăм, анчах вĕсем мана унăн пĕлтерĕшне ăнлантарса параймарĕç.

(5) Юлашкинчен ман патăма Даниил кĕчĕ,— ăна манăн туррăм ячĕпе Валтасар тесе ят хунăччĕ,— унра таса Туррăн хăвачĕ пур; эпĕ ăна тĕлĕкĕме каласа патăм. Ăна çапла каларăм:

(6) Валтасар, ăсчахсен пуçлăхĕ! санра таса Туррăн хăвачĕ пуррине пĕлетĕп, эсĕ кирек мĕнле вăрттăнлăха та çăмăллăнах уçса паратăн; эпĕ курнă тĕлĕке, унăн пĕлтерĕшне ăнлантарса пар мана.

(7) Вырăнăм çинче çывăрнă чухне мана çакă курăнчĕ: акă çĕр çинче, унăн варринче, питĕ çÿллĕ йывăç ларать.

(8) Йывăçĕ пысăк та тĕреклĕ, çÿллĕшĕ тÿпенех çитет, вăл çĕр хĕрринченех курăнса ларать;

(9) çăра çулçăллă, нумай çимĕçлĕ, пурне те тăрантарать; ун айĕнче хирти тискер кайăксем сулхăн тупаççĕ, ун тураттисем хушшинче вĕçен кайăксем йăва çавăраççĕ, пĕтĕм чĕрĕ чун çакă йывăçран тăранса пурăнать.

(10) Вырăнăм çинче çывăрнă чухне тата çакна куртăм: акă тÿперен Сыхă тăраканни, Сăвапли анчĕ те

(11) хыттăн кăшкăрса çапла каларĕ: «ку йывăçа касăр, тураттине иртĕр, çулçине сăтăрса тăкăр, çимĕçне силлесе айккинелле ывăтăр; тискер кайăксем ун айĕнчен тухса тарччăр, вĕçен кайăксем ун тураттисем çинчен вĕçсе кайччăр;

(12) анчах та унăн тĕп тымарне çĕр айĕнчех хăварăр, вара вăл, тимĕрпе те пăхăрпа тăлланнăскер, хирти курăк хушшинче тÿпе сывлăмĕпе шăварăнтăр, çĕр çинчи курăк хушшинче тискер кайăксемпе пĕрле хĕсĕнкеленсе пурăнтăр.

(13) Унран этем чĕрине туртса илĕç те ăна тискер кайăк чĕрине парĕç, çапла çичĕ вăхăт иртсе кайĕ.

(14) Сыхă тăраканнисем çапла тума хушнă, Сăваплисем çапла йышăннă — пурăнаканнисем этем патшалăхне Çÿлти Турă тытса тăнине, ăна кама парас тет, çавна панине, çынсем хушшинче чи кĕçĕне юлнине те патшана лартнине пĕлччĕр тесе тунă та çакна» терĕ.

(15) Эпĕ, Навуходоносор патша, çавнашкал тĕлĕк куртăм; эсĕ, Валтасар, унăн пĕлтерĕшне кала, ĕнтĕ патшалăхăмра пĕр ăслă çын та унăн пĕлтерĕшне ăнлантараймарĕ; эсĕ вара — пултаратăн, санра — таса Туррăн хăвачĕ.

(16) Çакăн хыççăн Валтасар теекен Даниил пĕр вăхăт шалтах аптăраса тăнă — шухăшĕсем хăратсах пăрахнă ăна. Сăмаха тăсса, патша каланă: Валтасар! çакă тĕлĕкпе унăн пĕлтерĕшĕ сана ан хăраттăр, тенĕ. Валтасар çапла хуравласа каланă: хуçамăм! сана курайманнисенеччĕ ку тĕлĕк, санăн тăшманусенеччĕ унăн пĕлтерĕшĕ!

(17) Эсĕ курнă йывăç пысăк та тĕреклĕ, çÿллĕшĕпе тÿпенех çитнĕ, çĕр хĕрринченех курăнса ларать,

(18) вăл çăра çулçăллă, нумай çимĕçлĕ, пурне те тăрантарать, ун айĕнче хирти тискер чĕрчунсем пурăнаççĕ, тураттисем хушшинче вĕçен кайăксем йăва çавăраççĕ,—

(19) патша, çакă вăл — эсĕ. Эсĕ аслă, тĕреклĕ; санăн чапу, çĕкленсе кайса, тÿпенех çитнĕ, санăн ирĕкÿ çĕр хĕррине çитиех сарăлнă.

(20) Патша тÿперен Сыхă тăраканни, Сăвапли аннине курнă, Сыхă тăраканни, Сăвапли каланă: «йывăçа касăр, пĕтерĕр ăна, унăн тĕп тымарне çеç çĕр айĕнче хăварăр, вара вăл, тимĕрпе те пăхăрпа тăлланнăскер, хирти курăк хушшинче тÿпе сывлăмĕпе шăварăнтăр, çичĕ вăхăт иртиччен хирти тискер кайăксемпе пĕрле хĕсĕнкелесе пурăнтăр» тенĕ.

(21) Акă, патша, çакăн пĕлтерĕшĕ — Çÿлти Турă малтанах палăртса хуни, хуçамăма, патшана, кĕтекенни çакă пулать:

(22) сана çынсенчен уйăрĕç, эсĕ хирти тискер кайăксемпе пĕрле пурăнăн; сана, выльăха тăрантарнă пек, курăкпа тăрантарма тытăнĕç, эсĕ тÿпе сывлăмĕпе шăварăнăн. Çапла çичĕ вăхăт иртсе кайĕ, вара эсĕ этем патшалăхне Çÿлти Турă тытса тăнине, Вăл ăна кама парас тет, çавна панине ăнланса илĕн.

(23) Анчах та йывăçăн тĕп тымарне хăварма хушнă — ку ĕнтĕ эсĕ тÿпе ирĕкне ăнланса илсессĕн, патшалăху хăвнах юласса пĕлтерет.

(24) Çавăнпа та, патша, манăн канашăма итлеме кăмăл тусамччĕ: çылăхусене ырă ĕçсем туса каçарттар; йĕркесĕр ĕçÿсене чухăнсене хĕрхенсе-пулăшса çĕтер; санăн канăçлăху çапла тусассăн çеç тăсăлма пултарать, тенĕ Даниил.

(25) Навуходоносор патшана мĕн калани пĕтĕмпех пулса иртнĕ.

(26) Вуникĕ уйăхран, Вавилонри патша керменĕнче уткаласа çÿренĕ май,

(27) патша каланă: акă вăл — аслă Вавилон, патша хули, эпĕ ăна хăватлă вăйăмпа хамăн чапăма çĕклеме туса лартнă! тенĕ.

(28) Патша каласа та пĕтереймен-ха, тÿперен сасă илтĕнсе кайнă: «Навуходоносор патша, итле! эсĕ патшалăхусăр тăрса юлтăн.

(29) Сана çынсенчен уйăрĕç, эсĕ хирти тискер кайăксемпе пĕрле пурăнăн; сана, выльăха тăрантарнă пек, курăкпа тăрантарĕç. Çапла çичĕ вăхăт иртсе кайĕ, вара эсĕ этем патшалăхне Çÿлти Турă тытса тăнине, Вăл ăна кама парас тет, çавна панине ăнланса илĕн!»

(30) Çапла калани Навуходоносора çийĕнчех çитнĕ: ăна çынсенчен уйăрнă; выльăх пек, курăк çинĕ вăл; ÿчĕ-тирĕ тÿпе сывлăмĕпе шăварăннă, ĕнтĕ çÿçĕ-пуçĕ арăсланăнни пекех, чĕрнисем вĕçен кайăкăнни пекех ÿссе кайнă.

(31) Палăртнă кунсем иртсессĕн, эпĕ, Навуходоносор, куçăма тÿпенелле çĕклесе пăхрăм та, ман патăма ăс-хакăлăм таврăнчĕ; вара эпĕ Çÿлти Турра мухтарăм, Ĕмĕрĕмĕрех Пуррине аслăларăм, мухтавларăм: Унăн патшалăхĕ — ĕмĕрлĕх патшалăх, пурте ĕмĕр-ĕмĕрех Унăн аллинче.

(32) Çĕр çинче пурăнакансем — нимĕн те мар; тÿпери вăйсем хушшинче те, çĕр çинче пурăнакансем хушшинче те Вăл мĕн тăвас тет, çавна тăвать. Унăн аллине никам та хирĕç тăраймасть, никам та Ăна: «Эсĕ мĕн тăватăн?» тесе калаймасть.

(33) Çав самантрах ăс-хакăлăм ман патăма таврăнчĕ; ман патăма патша чапĕ те, чысĕ те, мухтавĕ те таврăнчĕ; унччен маншăн ĕçлесе тăнă канашçăсемпе аслă улпутсем мана йышăнчĕç, мана çĕнĕрен патшана лартрĕç, çакăн хыççăн манăн чапăм унчченхинчен те ытларах ÿссе кайрĕ.

(34) Халĕ эпĕ, Навуходоносор, Тÿпе Патшине мухтатăп, аслăлатăп: Унăн пĕтĕм ĕçĕ тÿрĕ, Унăн çулĕ-йĕрĕ тĕрĕс, Вăл мăнаçлисене йăвашлатма пултарать.

5

(1) Валтасар патша хăйĕн пин улпучĕ валли пысăк ĕçкĕ-çикĕ тунă, вĕсемпе пĕрле эрех ĕçнĕ.

(2) Ĕçсе ÿсĕрĕлсессĕн, Валтасар хăйĕн ашшĕ, Навуходоносор, Иерусалимран Турă Çуртĕнчен илсе килнĕ ылтăн-кĕмĕл савăтсене илсе килме хушнă: патша, унăн улпучĕсем, унăн арăмĕсемпе çум-арăмĕсем çав савăтсенчен ĕçĕç.

(3) Ĕнтĕ Иерусалимран Турă Çуртĕнчен илсе килнĕ савăтсене йăтса кĕнĕ; вара патша, унăн улпучĕсем, унăн арăмĕсемпе çум-арăмĕсем çав савăтсенчен эрех ĕçнĕ.

(4) Вĕсем эрех ĕçнĕ тата хăйсен туррисене — ылтăн, кĕмĕл, пăхăр, тимĕр, йывăç, чул кĕлеткесене — мухтанă.

(5) Шăп çавăн чухне этем ал лаппи курăнса кайнă та патша керменĕн шуратнă стени çине, çутаткăçа хирĕç, çырма пуçланă; патша çыракан ал лаппине курнă та

(6) сăнран улшăннă, сехĕрленсе ÿкнĕ, алли-ури чĕтрене ернĕ, чĕркуççийĕсем пĕр-пĕринпе çапăнса тăр-тăр чĕтренĕ.

(7) Асамçăсене, халдейсен ăрăмçисене тата çăлтăрçăсене илсе килме хушса, патша хыттăн кăшкăрса янă; патша, сăмах пуçласа, Вавилон ăсчахĕсене каланă: кам та кам çакăнта çырнине вулаять тата унăн пĕлтерĕшне ăнлантарса параять, çавна хĕрхĕлтĕм тумтир тăхăнтартĕç, унăн мăйĕнче ылтăн вăчăра пулĕ, вара вăл патшалăхра виççĕмĕш çын пулĕ, тенĕ.

(8) Ĕнтĕ патша ăсчахĕсем çитнĕ, анчах та мĕн çырнине вулайман, унăн пĕлтерĕшне патшана ăнлантарса парайман.

(9) Валтасар патша шуйхансах ÿкнĕ, вăл сăн-питрен те улăшăннă, унăн улпучĕсем вара нимĕн калама пĕлмесĕр аптăраса тăнă.

(10) Патша амăшĕ патшапа унăн улпучĕсем мĕн калаçнине пĕлнĕ те ĕçкĕ-çикĕ пÿлĕмне кĕнĕ; патша амăшĕ çапла каланă: патша, ĕмĕр-ĕмĕр пурăн! Эсĕ ахалех хăраса ÿкрĕн, сăн-питÿ те ахалех улшăнчĕ санăн.

(11) Санăн патшалăхунта пĕр ар пурăнать, унра таса Туррăн хăвачĕ пур; патшара аçу ларнă чухнех çав çынра çутă ăс, витĕркуран хастарлăхĕ тата турăсен ăслăлăхĕ евĕрлĕ ăслăлăх пуррине асăрханă; вара хăвăн аçу Навуходоносор патша ăна пĕлĕмçĕсен, асамçăсен, халдейсен ăрăмçисен тата вĕрÿçĕсен пуçлăхне лартнă — санăн аçу, патша хăй, çапла тунă,

(12) мĕншĕн тесессĕн çав çынра — Даниилра, патша Валтасар тесе ят хунăскерĕнче — хăватлă сывлăш пулнă, тĕлĕк пĕлтерĕшне ăнлантармашкăн, вăрттăнлăх тупсăмне уçса памашкăн, кăткăслăха татса памашкăн унра пĕлÿпе витĕркуран хастарлăхĕ пулнă. Даниила чĕнсе килччĕр — вăл ăнлантарса парĕ, тенĕ патша амăшĕ.

(13) Вара Даниила патша умне илсе пырса тăратнă, патша, сăмах пуçарса, Даниила каланă: манăн патша аттем Иудейăран куçарса килнĕ Иудея ывăлĕсенчен пĕри, Даниил ятли, эсĕ мар-и вăл?

(14) Эпĕ сан çинчен, санра Турă хăвачĕ, çутă ăс, витĕркуран хастарлăхĕ тата тем тĕрлĕ ăслăлăх пурри çинчен илтрĕм.

(15) Акă çакăнта çырнине вулама, унăн пĕлтерĕшне мана ăнлантарса пама ăсчахсене тата асамçăсене илсе килнĕччĕ; анчах вĕсем мана ăнлантарса параймарĕç.

(16) Эпĕ сан çинчен эсĕ пĕлтерĕше ăнлантарма, кăткăслăха татса пама пултарни çинчен илтрĕм; çапла вара, çакăнта çырнине вуласассăн, унăн пĕлтерĕшне мана ăнлантарса парсассăн, сана хĕрхĕлтĕм тумтир тăхăнтартĕç, санăн мăюнта ылтăн вăчăра пулĕ, эсĕ патшалăхра виççĕмĕш çын пулăн, тенĕ.

(17) Даниил патшана çапла хуравласа каланă: хăвăн парнÿсем хăвнах юлччăр, ят-сума та урăххине пар; мĕн çырнине эпĕ патшана ахалех вуласа, ăнлантарса парăп.

(18) Эй патша! санăн аçуна, Навуходоносора, Çÿлти Турă патшалăх, аслăлăх, чыс тата мухтав парнеленĕ.

(19) Ăна Турă панă аслăлăхран пур халăхсем, йăхсем, ăрусем чĕтресе тăнă, унран хăранă: патша кама вĕлерес тенĕ — вĕлернĕ, кама чĕрĕ хăварас тенĕ — чĕрĕ хăварнă, асла кăларас тенине асла кăларнă, кĕçĕне хăварас тенине кĕçĕне хăварнă.

(20) Анчах чĕри мăнаçлăланса кайсассăн, кăмăлĕ чăрсăрланмаллах хытса çитсессĕн, ăна патшаран сирпĕтнĕ, чысĕ-мухтавĕсĕр тăратса хăварнă;

(21) ăна ĕнтĕ этем ывăлĕсенчен уйăрнă, унăн ăсĕ-тăнĕ тискер кайăкăнни пек пулса кайнă; вăл хир ашакĕсемпе пĕрле пурăннă; ăна, выльăха тăрантарнă пек, курăкпа тăрантарнă, унăн ÿчĕ-тирĕ тÿпе сывлăмĕпе шăварăннă — этем патшалăхне Çÿлти Турă тытса тăнине, Вăл патшалăха кама парас тет, çавна панине ăнланса иличчен çапла пурăннă.

(22) Эсĕ те, унăн ывăлĕ Валтасар, çакна пĕтĕмпех пĕлетĕн пулин те, чĕрÿне йăвашлантармарăн,

(23) Тÿпе Çÿлхуçине хирĕç çĕклентĕн, сан патна Ун Çурчĕн савăчĕсене илсе килчĕç, эсĕ хăв та, санăн улпутусем те, санăн арăмусемпе çум-арăмусем те çав савăтсенчен эрех ĕçрĕç, эсĕ вара кĕмĕл, ылтăн, пăхăр, тимĕр, йывăç тата чул турăсене — курма та, илтме те, шухăшлама та пултарайман турăсене — мухтатăн; хăвăн пурăнăçна, шăпуна Тытса Тăракан Турра мухтамастăн.

(24) Çавăншăн Унран ал лаппийĕ янă та, вара çак сăмахсене çырса хунă.

(25) Кунта акă мĕн çырнă: Мене Мене Текел у-Парсин.

(26) Акă сăмахĕсен пĕлтерĕшĕ: Мене — «Турă санăн патшалăхна шутласа тухнă та ăна пĕтернĕ».

(27) Текел — «сана тарасапа виçнĕ те эсĕ питĕ çăмăл пулни палăрнă».

(28) Перес — «санăн патшалăху пайланнă, ăна Миди тата Перси çыннисене панă».

(29) Валтасар хушнипе вара Даниила хĕрхĕлтĕм тумтир тăхăнтартнă, мăйне ылтăн вăчăра çакса янă, патшалăха тытса тăракансенчен вăл виççĕмĕш çын пулнине пĕлтернĕ.

(30) Çав каçхинех, çĕрле, халдейсен патшине Валтасара вĕлернĕ,

(31) патшалăха Миди çынни Дарий йышăннă, вăл утмăл иккĕре пулнă.

6

(1) Дарий, патшалăхра пур вырăнта та пуçлăх пултăр тесе, çĕр çирĕм сатрап лартнă,

(2) вĕсен пуçлăхĕсем пулма виçĕ аслă пуçлăха çирĕплетнĕ, вĕсенчен пĕри Даниил пулнă. Патшана йывăр кÿресрен сатрапсен хăйсен ĕçĕ çинчен çавă аслă пуçлăхсене пĕлтерсе тăмалла пулнă.

(3) Даниил ытти аслă пуçлăхсемпе сатрапсенчен пуринчен те çÿлте тăнă, мĕншĕн тесессĕн унра аслă хăват пулнă, патша ĕнтĕ ăна пĕтĕм патшалăх пуçне лартма та шухăшланă.

(4) Аслă пуçлăхсемпе сатрапсем вара патшалăх ĕçĕнче Даниила айăплама май паракан сăлтав шырама пикеннĕ; анчах нимĕнле сăлтав та, çитменлĕх те тупайман, мĕншĕн тесессĕн Даниил шанчăклă çын пулнă, унăн ĕçĕнче йăнăш туни те, улталани те пулман.

(5) Вара çак çынсем каланă: эпир капла ăна айăпламалли сăлтав шыраса тупаймастпăр, вăл хăй Туррийĕн саккунĕ тăрăх пурăнать, çав тĕлĕшпе эпир пĕр-пĕр айăп тупăпăр-ха, тенĕ.

(6) Ĕнтĕ çавă аслă пуçлăхсемпе сатрапсем патша патне пухăнса пынă та ăна çапла каланă: Дарий патша, ĕмĕр-ĕмĕр пурăн!

(7) Патшалăхри аслă пуçлăхсем, хула пуçлăхĕсем, сатрапсем, канашçăсем тата çарпуçсем çапла тумалла тесе шутлаççĕ: патша çакăн евĕрлĕ хушу кăларинччĕ — кам та кам вăтăр кун хушшинче, патша, сана мар, пĕр-пĕр турра е çынна тархаслас пулсассăн, çавна арăслан шăтăкне пăрахмалла.

(8) Патша, çав кăтартăва çирĕплет те хăв хушса калани çине алă пус — Миди тата Перси саккунĕ пулса тăнăран ан улшăнтăрччĕ вăл, ан пăсчăр ăна, тенĕ çав çынсем.

(9) Дарий патша килĕшнĕ те çакăн пек хушу кăларнă.

(10) Даниил, çавнашкал хушу тухнине пĕлсессĕн те, пĕрех килне кайнă; унта çÿлти пÿлĕмĕн Иерусалим енчи чÿречисем уçă тăнă; вăл унта унчченхи пекех кунне виçĕ хутчен кĕлтунă, чĕркуçленсе ларса хăй Туррине аслăласа мухтанă.

(11) Çав çынсем вара, вăрттăн сăнаса тăрса, Даниил патне шăпах вăл хăйĕн Туррине кĕлтунă чухне кĕпĕрленсе пырса кĕнĕ,

(12) унтан вĕсем патша патне çитнĕ те ăна патша хушăвĕ çинчен аса илтернĕ: патша, кам та кам вăтăр кун хушшинче сана мар, пĕр-пĕр турра е çынна пуççапас пулсассăн, çавна арăслан шăтăкне пăрахмалла тесе алă пусаканни эсĕ марччĕ-и-ха? тенĕ. Патша çапла хуравласа каланă: ку çирĕп сăмах, вăл — Миди çыннисемпе Перси çыннисен саккунĕ, ăна улăштарма юрамасть! тенĕ.

(13) Лешĕсем ĕнтĕ патшана çапла хуравласа каланă: Даниил вара — Иудейăран куçарса килнĕ çынсенчен пĕри,— патша, сана та, эсĕ алă пусса хушнине те нимĕн вырăнне те хумасть, кунне виçĕ хутчен кĕлтăвать, тенĕ.

(14) Çакна илтсессĕн патша кулянса ÿкнĕ, Даниила çăлса хăварма шут тытнă, ăна хăтарас тесе, хĕвел аничченех ăна çăлмалли мел шыранă.

(15) Анчах та леш çынсем патша патне пĕтĕм ушкăнĕпех пынă та каланă: пĕлнĕ пул, патша, Миди тата Перси саккунĕ тăрăх, патша çирĕплетсе палăртнине е кăтартнине улăштарма юрамасть, тенĕ.

(16) Вара патша хушнипе Даниила илсе килнĕ те арăслан шăтăкне пăрахнă; çавăн чухне патша Даниила каланă: эсĕ хăвăн Турруна яланах кĕлтăватăн, Вăл çăлатех сана! тенĕ.

(17) Ĕнтĕ чул йăтса пынă та унпа шăтăк çăварне хупланă, вара, Даниил пирки йышăннинче улшăну ан пултăр тесе, патша хăйĕн çĕррипе тата хăйĕн улпучĕсен çĕррисемпе шăтăка пичет пусса хăварнă.

(18) Ун хыççăн патша хăйĕн керменне кайнă, каçхи апат çимесĕрех çывăрма выртнă, ĕçме-çимене хăй патне илсе кĕме те хушман, анчах ыйхи килмен унăн.

(19) Ирхине патша шуçăмлах тăнă та васкасах арăслан шăтăкĕ патне кайнă,

(20) вара, шăтăк умне пырса, пăшăрхануллăн Даниила чĕннĕ, патша Даниила каланă: Даниил, чĕрĕ Туррăн чурийĕ! хăвăн Турру, эсĕ чун-чĕререн пуççапакан Турă, арăслансенчен çăлма пултарчĕ-и сана? тенĕ.

(21) Даниил çавăн чухне патшана каланă: патша! ĕмĕр-ĕмĕр

пурăн!

(22) Манăн Туррăм Хăйĕн Ангелне ячĕ те арăслансен çăварне хупласа хучĕ; вĕсем мана сиен тăваймарĕç, мĕншĕн тесессĕн эпĕ Унăн умĕнче таса пултăм; патша, эпĕ сан умăнта та усал ĕç туман, тенĕ.

(23) Патша вара уншăн питĕ хĕпĕртесе кайнă, Даниила шăтăкран çĕклесе хăпартма хушнă; Даниила ĕнтĕ шăтăкран хăпартнă, вăл тĕрĕс-тĕкелех пулнă, мĕншĕн тесессĕн вăл хăйĕн Туррине ĕненнĕ.

(24) Вара патша хушнипе леш çынсене, Даниила айăплакансене, илсе пынă, вĕсене хăйсене те, ачи-пăчине те, арăмĕсене те арăслан шăтăкне тытса пăрахнă; вĕсене шăтăк тĕпне ÿкичченех арăслансем яра-яра илсе çура-çура тăкнă.

(25) Çавăн хыççăн Дарий патша çапла çырса пĕлтернĕ: «Çĕр çинчи пур халăхсене, йăхсене, ăрусене — тăнăçлăх та ырăлăх пултăр сире!

(26) Эпĕ çапла хушатăп: патшалăхăмăн кирек хăш вырăнĕнче те Даниил Туррийĕнчен чĕтресе те хăраса тăччăр, мĕншĕн тесессĕн Вăл — чĕрĕ Турă, ĕмĕрĕмĕрех пур Турă, Унăн патшалăхĕ арканмасть, Ун патшалăхĕн вĕçĕ пулмасть.

(27) Вăл хăтарать те çăлать, тÿпере те, çĕр çинче те хăватсемпе кĕтретсем тăвать; Вăл Даниила арăслансенчен çăлчĕ».

(28) Вара Даниил Дарий патша саманинче те, Перси патши Кир саманинче те ăнăçлă ĕçлесе пурăннă.

7

(1) Вавилон патши Валтасар пĕрремĕш çул патшара ларнă чухне Даниил хăйĕн çывăран вырăнĕ çинче тĕлĕк тĕлленнĕ, вăл малашне мĕн пулассине курнă. Даниил вара çав тĕлĕке, вăл мĕне пĕлтернине çырса хунă.

Çак тĕлтен Даниил каласа пани пуçланать.

(2) Даниил çапла калать: эпĕ çĕрле, çывăрнă чухне, акă мĕн куртăм: аслă тинĕсре тÿпе çилĕсем — тăватă çил — тулашаççĕ,

(3) тинĕсрен темĕн пысăкăш тăватă тискер чĕрчун тухрĕ, пĕр евĕрлĕ мар хăйсем.

(4) Пĕрремĕшĕ — арăслан пек, анчах çунатлă, çуначĕ ăмăрткайăкăнни пек; кайран эпĕ унăн çунаттине тăпăлтарса пăрахнине куртăм; ăна çĕр çинчен йăтса тăратрĕç те, вăл вара, çын пек, ури çине тăчĕ, ăна этем чĕрине пачĕç.

(5) Акă тата тепĕр тискер чĕрчун, иккĕмĕшĕ, чĕвен тăнă упа евĕрлĕскер; унăн çăварĕнче, шăлĕсем хушшинче — виçĕ шăмă; ăна çапла хушнă: «тăр та мĕн килениччен аш-какай çи!» тенĕ.

(6) Кайран эпĕ тата тепĕр тискер чĕрчуна куртăм: вăл барс евĕрлĕччĕ; çурăмĕ çинче — кайăк çунаттисем тăваттă, çавă тискер чĕрчунăн пуçĕ те тăваттă; ăна ирĕк-хăват панă пулнă.

(7) Çавăн хыççăн эпĕ çĕрле тĕлĕкре тăваттăмĕш чĕрчуна куртăм — хăрушăскер, тискерскер, вăйламасскер; шăлĕсем — темĕн пысăкăш, тимĕр; вăл хыпса çăтать те аркатать, юлашкине ури айне туса таптать; вăл малтанхи тискер чĕрчунсенчен пуринчен те уйрăлса тăратчĕ, вăл вунă мăйракаллăччĕ.

(8) Эпĕ çав мăйракасем çине пăхрăм та — акă вĕсем хушшинчен тата тепĕр мăйрака, пĕчĕкскер, тухнине куртăм; ăна вырăн парас тесе, унчченхи виçĕ мăйракине тымарĕпех тăпăлтарса кăларчĕç; çав мăйракан этемĕнни евĕрлĕ куçсем пурччĕ, мăнаçлăн калаçакан тута-çăвар пурччĕ.

(9) Юлашкинчен эпĕ çакна куртăм: аслă пукансем лартса тухнăччĕ, Кунĕсемпе Авалхискерĕ аслă пукан çине ларчĕ; Унăн тумтирĕ — шурă юр пек, Унăн çÿçĕ — шуратнă таса çăм пек; Унăн аслă пуканĕ — ялкăшакан çулăм пек, Унăн кустăрмисем — çунакан вут-çулăм.

(10) Ун патĕнчен вут-кăварлă юханшыв тухать те малалла юхать; пинĕ-пинĕпе Уншăн ĕçлеççĕ, тĕменĕ-тĕменĕпе Ун умĕнче тăраççĕ; тÿресем ларчĕç, кĕнекесем уçăлчĕç.

(11) Çавăн чухне çакна куртăм эпĕ: мăйрака мăнаçлă сăмахсем каланăшăн тискер чĕрчуна манăн куçăм умĕнчех вĕлерчĕç, кÿлепине те тĕп турĕç — вут-çулăмпа çунтарса ячĕç.

(12) Ытти тискер чĕрчунсенчен те ирĕкне-хăватне туртса илчĕç, анчах вĕсене вăхăтлăха чĕрĕ хăварчĕç.

(13) Çĕрле тата акă мĕн куртăм: тÿпери пĕлĕтсемпе пĕрле такам çывăхарать пек — Этем Ывăлĕ пек. Çитрĕ те — Ăна Кунĕсемпе Авалхискерĕ патне илсе пырса тăратрĕç.

(14) Ăна ирĕк, мухтав тата патшалăх пачĕç, Ăна ĕнтĕ пур халăхсем, йăхсем, ăрусем пăхăнчĕç; Вăл пурне те ĕмĕр-ĕмĕрех Хăй аллинче тытса тăрĕ, Унăн патшалăхĕ нихăçан та арканмĕ.

(15) Эпĕ, Даниил, аптăраса-пăлхансах ÿкрĕм, куçăма мĕн курăнни сехĕрлентерсех пăрахрĕ мана.

(16) Эпĕ çавăнта тăраканнисенчен пĕрин патне пытăм та çакă мĕне пĕлтерни çинчен ыйтрăм; вăл мана мĕн курăннин пĕлтерĕшне ăнлантарса пачĕ:

(17) çакă тăватă пысăк чĕрчун çĕр çинче тăватă патша çĕкленессине пĕлтерет.

(18) Унтан патшалăха Çÿлти Туррăн сăваплă çыннисем йышăнĕç, вĕсем патшалăха ĕмĕр-ĕмĕрех тытса тăрĕç, терĕ.

(19) Вара эпĕ тăваттăмĕш тискер чĕрчун мĕне пĕлтерни çинчен пĕлесшĕн пултăм — вăл ыттисенчен пуринчен те уйрăлса тăратчĕ, питĕ хăрушăччĕ: тимĕр шăллăччĕ, пăхăр чĕрнеллĕччĕ, пурне те хыпса çăтатчĕ, аркататчĕ, юлашкине урипе таптатчĕ;

(20) унăн пуçĕ çинчи вунă мăйрака çинчен те пĕлесшĕн пултăм тата юлашки мăйраки çинчен те ăнлантарса пама ыйтрăм — ăна вырăн парса, виçĕ мăйрака хăйпăнса ÿкнĕччĕ, вăл куçлăччĕ, мăнаçлă калаçакан тута-çăварлăччĕ, çав мăйрака ыттисенчен пысăкрахчĕ.

(21)-(22) Эпĕ çав мăйрака сăваплисемпе вăрçă пуçланине, вĕсене Кунĕсемпе Авалхискерĕ килсе çитиччен çĕнтерсе пынине куртăм,— вара çавăн чухне Çÿлти Туррăн сăваплă халăхне тÿрĕлĕхне кура тавăрса панине, патшалăха сăваплисем тытса тăмалли вăхăт çитнине куртăм.

(23) Вăл мана çапла хуравласа каларĕ: тăваттăмĕш тискер чĕрчунĕ çакна пĕлтерет: çĕр çинче тăваттăмĕш патшалăх пулать, вăл пур патшалăхран та уйăрăлса тăрать, вăл çĕр çинче мĕн пуррине хыпса çăтĕ, таптаса-аркатса пĕтерĕ.

(24) Вунă мăйрака çакна пĕлтерет: çав патшалăхра вунă патша вăй илсе çĕкленĕ, вĕсем хыççăн урăххи, ыттисенчен уйăрăлса тăраканни, килĕ, вăл виçĕ патшана тĕп тăвĕ,

(25) вăл Çÿлти Турра хирĕçле сăмахсем калĕ, Çÿлти Туррăн сăваплă çыннисене хĕсĕрлĕ; вĕсен уявĕсене тата вĕсен саккунне чарса лартма ĕмĕтленĕ. Сăваплисене унăн аллине парĕç — пĕр вăхăта, икĕ вăхăта тата çур вăхăта парĕç.

(26) Кайран тÿресем ларĕç те унран ирĕкне-хăватне туртса илĕç; ăна пĕтерĕç, яланлăха тĕп тăвĕç.

(27) Çÿлти Туррăн сăваплă халăхне вара тÿпе айĕнчи мĕнпур патшалăхăн мухтавне, ирĕк-хăватне, аслăлăхне парĕç, Унăн патшалăхĕ — ĕмĕрлĕх патшалăх, мĕнпур патша Ăна пăхăнса Уншăн ĕçлесе тăма тытăнĕ.

(28) Çакăнта сăмах вĕçленет. Эпĕ, Даниил, сехĕрленсех ÿкрĕм, ĕнтĕ сăнăм та улшăнчĕ; анчах эпĕ çакна пурне те чĕремре сыхласа хăвартăм.

8

(1) Валтасар патша виççĕмĕш çул патшара ларнă чухне мана, Даниила, унччен курăнни хыççăн каллех курăну пулчĕ.

(2) Эпĕ акă мĕн куртăм: эпĕ Сузă хулинче, Елам çĕрĕн тĕп хулинче пек; эпĕ акă мĕн куртăм: эпĕ Улай юханшывĕ хĕрринче пек.

(3) Куçăма уçрăм та курах кайрăм: акă юханшыв хĕрринче пĕр сурăх таки тăрать; икĕ мăйракаллă хăй, мăйракисем вăрăм, анчах пĕри тепринчен вăрăмрах, вăрăмми вара кайран ÿснĕ.

(4) Эпĕ çавă така анăçалла, çурçĕрелле тата кăнтăралла сĕкнине куртăм, ăна нимĕнле чĕрчун та хирĕç тăраймасть, унран хăтăлма та çук; мĕн тăвас килет, çавна тăвать вăл, вăйланнăçемĕн вăйлансах пырать.

(5) Эпĕ çакăн çинчен шухăшласа тăраттăм — курах кайрăм: акă анăç енчен, пĕтĕм çĕр çийĕн, качака таки килет, çĕре перĕнмесĕр пырать; çавă качака такин куçĕсем хушшинче темĕн пысăкăш мăйрака.

(6) Çав качака таки икĕ мăйракаллă сурăх таки енне вирхĕнсе пырать, — эпĕ  вăл юханшыв хĕрринче тăнине курнăччĕ, — качака таки ун  çине урăм-сурăм хаярлăхпа сиксе ÿкрĕ.

(7) Эпĕ куртăм ĕнтĕ: сурăх таки патне çывхарнăçемĕн вăл тата хытăрах талăрса кайрĕ, ăна çитсе çапса унăн икĕ мăйракине те хуçса пăрахрĕ; ăна хирĕç тăма сурăх такин вăйĕн çитеймерĕ, качака таки ăна çĕре çапса антарчĕ, ватса-таптаса тăкрĕ — сурăх такине хăтарма пултараканни тупăнмарĕ.

(8) Качака таки çавăн хыççăн шутсăрах вăйланса кайрĕ; анчах та, хăватланса çитсессĕн, пысăк мăйраки хуçăлчĕ, ун вырăнне вара тĕнчен тăватă еннелле кăнтарăнса тăракан тăватă мăйрака шăтса тухрĕ.

(9) Çавсенчен пĕринчен тепĕр мăйрака шăтса тухрĕ; малтан вăл пĕчĕккĕччĕ, кайран ÿссе кайрĕ те кăнтăралла, тухăçалла тата илемлĕ çĕршыв еннелле тăсăлчĕ,

(10) вăл тÿпе çарĕ патнех çитрĕ, çав çарăн тата çăлтăрсен пĕр пайне çĕр çине шăлса пăрахрĕ те таптарĕ вĕсене,

(11) вăл çав çарăн Çулпуçĕ патнех çĕкленчĕ, Ăна куллен кÿмелли парнесемсĕр тăратса хăварчĕ, Унăн сăваплă вырăнне ирсĕрлетрĕ.

(12) Куллен кÿмелли парне те, çар та унран усал ĕçсемшĕн мăшкăл курчĕ; вăл чăнлăха çĕре пăрахрĕ; хăйĕн ĕçĕнче ăнтарсах пычĕ.

(13) Эпĕ пĕр святой калаçнине илтрĕм, тепĕр святойĕ вара калаçаканнинчен çапла ыйтрĕ: «курăнни — куллен кÿмелли парнене хурласси, Сăваплă Çурта çаратасси-ирсĕрлетесси, çара мăшкăлласси — мĕн вăхăта тăсăлĕ-ши ку?» терĕ.

(14) Лешĕ ăна çапла хуравларĕ: «икĕ пин те виççĕр каçпа ир; вара Сăваплă Çурт тасалĕ» терĕ.

(15) Çакна курсассăн, эпĕ, Даниил, унăн пĕлтерĕшне ăнкарма тăрăшрăм — акă ман умăма ар евĕрлĕскер тухса тăчĕ.

(16) Эпĕ Улай юханшывĕ çийĕнчен килекен сасса, этем сассине: «Гавриил! ăна çак курăнăва ăнлантарса пар!» тенине илтрĕм.

(17) Вăл вара эпĕ тăнă вырăна пычĕ. Вăл çывхарсассăн, эпĕ, сехĕрленсе, ÿпне ÿкрĕм; вăл мана çапла каларĕ: пĕлнĕ пул, этем ывăлĕ, çакă курăну — юлашки самана çинчен, терĕ.

(18) Вăл манпа калаçнă чухне эпĕ çĕр çинче ним туймасăр ÿпне выртаттăм; вăл мана сĕртĕнсе ура çине тăратрĕ те

(19) каларĕ: «акă эпĕ сана çилĕ кунĕсен вĕçĕнче, палăртса хунă вăхăт вĕçĕнче уçса парăп.

(20) Эсĕ курнă икĕ мăйракаллă сурăх таки вăл — Миди тата Перси патшисем.

(21) Çăмламас качака таки вара — Греци патши, унăн куçĕсем хушшинчи пысăк мăйрака — грексен пĕрремĕш патшийĕ;

(22) мăйраки хуçăлчĕ, ун вырăнне тăватă урăх мăйрака тухрĕ: ку вăл çакă халăхран тăватă патшалăх пулса каясса пĕлтерет, анчах вĕсем пĕрремĕш патша пек вăйлă пулаймĕç.

(23) Вĕсен патшалăхĕн вĕçĕнче, вĕсен усал ĕçĕсен виçи тулса çитсессĕн, сĕмсĕр те каварлашас тĕлĕшĕпе ăста патша килĕ;

(24) вăл вăйлă пулĕ, анчах пĕрремĕш патша  пекех мар. Вăл хăрушла çĕмĕрсе-çаратса тухĕ, хăйĕн ĕçне ăнăçлă тăвĕ, вăйлисене те, сăваплисен халăхне те аркатĕ;

(25) чеескер, вăл тем тĕрлĕ кавар та тăвĕ — вара чĕри мăнаçланса кайĕ, нумайăшне вăл пĕрт кĕтмен çĕртен çĕмĕрсе тăкĕ, вара патшасен Патшине те хирĕç çĕкленĕ. Ăна аркатса тăкĕç, анчах этем аллипе мар.

(26) Каçсемпе ирсем çинчен мĕн курăнни, вĕсем çинчен мĕн калани — чăн; эсĕ çак курăнăва пытарса усра: вăл аякри кунсем çинчен».

(27) Эпĕ ĕнтĕ, Даниил, халтан кайса, темиçе кун хушши чирлĕ выртрăм; унтан тăтăм та патша ĕçĕсене пикентĕм; мĕн курни мана хăратса пăрахрĕ, эпĕ ăна ăнланмарăм.

9

(1) Дарий — Ассуир ывăлĕ, Миди ăрăвĕнчен тухнăскер, Халдея патшалăхĕн патши пулма лартнăскерĕ —

(2) пĕрремĕш çул патшара ларнă чухне эпĕ, Даниил, Турă Çырăвĕнче çырнине — Çÿлхуçа Иеремия пророка пĕлтернĕ тăрăх, Иерусалим çитмĕл çул хушши юхăнса выртмалла тенине — ăнкарса илтĕм.

(3) Вара эпĕ Çÿлхуçа Турра тархасларăм; типĕ тытса, хуйхă тумтирĕ тăхăнса, хама кĕлпе сапса кĕлтурăм.

(4) Эпĕ Çÿлхуçана, хамăн Туррăма, йăлăнтăм, çылăхăмсене каласа парса ÿкĕнтĕм, çапла каларăм: эй аслă та хăватлă Çÿлхуçа Туррăм, Эсĕ шанчăклă, Эсĕ Хăвна юратакансемпе, Ху хушнисене туса тăракансемпе хывнă халална упратăн!

(5) Эпир вара çылăха кĕтĕмĕр, йĕркесĕр ĕçсем туса тултартăмăр, чурăслантăмăр, Санăн ÿкĕтÿсенчен, Санăн йĕркÿсенчен пăрăнтăмăр,

(6) Санăн чурусене, пророксене,— Санăн ятупа пирĕн патшамăрсене, аслă çыннăмăрсене, аттемĕрсене, çĕршывăн мĕнпур халăхне вĕрентсе каланă пророксене — итлемерĕмĕр.

(7) Çÿлхуçамăм, Эсĕ — тÿрĕ, эпир вара халĕ намăс айне пултăмăр — Иудейăра, Иерусалимра пурăнакан пур халăх та, пĕтĕм Израиль те: çывăхра пурăнаканнисем те, аякра пурăнаканнисем те, Эсĕ хăвăнтан пăрăннăшăн ытти çĕршывсене хăваласа янисем те.

(8) Эй Çÿлхуçамăр! эпир, пирĕн патшасем, пирĕн пуçлăхсем, пирĕн аттесем намăс айне пултăмăр, мĕншĕн тесессĕн Санăн умăнта çылăха кĕтĕмĕр.

(9) Çÿлхуçа Туррăмăр пире хĕрхенинччĕ, каçаринччĕ, мĕншĕн тесессĕн эпир Ăна хирĕç тăтăмăр,

(10) Çÿлхуçа Туррăмăра итлемерĕмĕр, Хăйĕн пророк чурисем урлă панă саккунĕсене уямарăмăр.

(11)  Пĕтĕм Израиль Санăн саккунна пăсрĕ — пăрăнчĕ, Сана итлесшĕн пулмарĕ; çавăншăн пире Турă чурин Моисейĕн саккунĕнче çырăннă ылханпа айăплав çитрĕ, мĕншĕн тесессĕн эпир Ун умĕнче çылăха кĕтĕмĕр.

(12) Вăл пирĕн тĕлĕшĕпе, пире сут тăвакан тÿресем тĕлĕшĕпе каланă сăмахне пурăнăçларĕ: пирĕн çине пысăк инкек ячĕ — Иерусалим тÿснĕ пек инкек халиччен тÿпе айĕнче те пулман.

(13) Моисей саккунĕнче çырнă пур инкек те пирĕн пата çитрĕ, анчах та эпир Çÿлхуçа Туррăмăра тархасламарăмăр, хамăрăн çылăхсенчен хăпмарăмăр, Санăн чăнлăхна йышăнмарăмăр.

(14) Çÿлхуçа инкек ярассине вăраха тăсман, ăна пирĕн çине янă. Çÿлхуçа Туррăмăр тăвакан пур ĕç те тĕрĕс, анчах эпир Ăна итлемерĕмĕр.

(15)  Эй Çÿлхуçа Туррăмăр, Эсĕ хăватлă аллупа Хăвăн халăхна Египет çĕрĕнчен илсе тухнă, Санăн яту паянхи кунчченех мухтавлă; эпир вара çылăха кĕрсе пĕтрĕмĕр, йĕркесĕр хăтлантăмăр.

(16)  Эй Çÿлхуçамăм! Эсĕ пур тĕлĕшпе те тÿрĕ, анчах Хăвăн çиллÿпе хаярлăхна Хăвăн Иерусалим хулу çинчен, Хăвăн таса тăву çинчен сирсе ярсамччĕ; пирĕн çылăхсемшĕн, пирĕн аттесен йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн Иерусалима тата Санăн халăхна таврари халăхсем пурте мăшкăллаççĕ.

(17) Эй Туррăмăр, халĕ Хăвăн чуру кĕллине, вăл тархасланине илтсемччĕ, эй Çÿлхуçамăр, çаратса хăварнă сăваплă Çурту çине Хăвăншăн çутă сăнупа пăхсамччĕ.

(18) Эй Туррăм, хăлхуна тайсамччĕ, илтсемччĕ! Куçна уçсамччĕ, пирĕн хулана — Санăн ятупа хисепленекен хулана — мĕнле çаратса хăварнине курсамччĕ! Хамăрăн тÿрĕлĕхе шанса мар, Санăн виçесĕр хĕрхенекен кăмăлна шанса, Сан умăнта ÿксех тархаслатпăр.

(19) Çÿлхуçамăр, илтсемччĕ! Çÿлхуçамăр, каçарсамччĕ! Çÿлхуçамăр, тăнласамччĕ! Эпир ыйтнине Хăвăншăн пурнăçласамччĕ, вăраха ан ярсамччĕ, мĕншĕн тесессĕн, Туррăмçăм, Санăн хулу çине, Санăн халăху çине Санăн яту çырăннă, терĕм.

(20) Эпĕ çапла каласа кĕлтунă чухне, хамăн çылăхăмсене тата пĕтĕм халăхăмăн, Израилĕн, çылăхĕсене каласа парса чунтанах ÿкĕннĕ чухне, Çÿлхуçа Туррăма пĕтĕм чунтан Туррăмăн сăваплă тăвĕшĕн тархасланă чухне,

(21) акă çаплах кĕлтунă чухне эпĕ унччен маларах курнă Гавриил ар хăвăрт вĕçсе килсе мана пырса сĕртĕнчĕ. Ку каçхи парне кÿмелли вăхăтра пулчĕ;

(22) мана ăса вĕрентсе, вăл çапла каларĕ: Даниил! эпĕ халĕ сана пĕлÿ пама антăм.

(23) Эсĕ кĕлтума пуçласанах хурав пулчĕ, эпĕ сана, суйласа илнĕ çынна, çавна пĕлтерме килтĕм. Эсĕ мĕн хушнине тăнла, мĕн курнине ăнланса ил.

(24) Йывăр айăпа сирме, çылăхсене çĕтерме, йĕркесĕр ĕçсене каçарттарма, ĕмĕрлĕхе тÿрĕлĕхе çирĕплетме, курăнупа пророкла калани çине пичет хума, Сăваплăран Сăваплине çу сĕрсе яма санăн халăхупа санăн сăваплă хулу валли çитмĕл çичĕçуллăх палăртнă.

(25) Çапла вара, пĕл те ăнланса ил: Иерусалима çĕнетсе туса лартма хушнăранпа Христос Патша киличчен çичĕ çичĕçуллăх иртет, унтан тата утмăл икĕ çичĕçуллăх иртет; вара халăх каялла таврăнĕ, урамсемпе хÿмесем çĕнелсе лайăхланĕç, анчах ку питех те йывăр вăхăт пулĕ.

(26) Утмăл икĕ çичĕçуллăх иртсессĕн, Христоса вĕлерме тытса парĕç, вара нимĕн те юлмĕ; килсе çитекен çулпуçăн халăхĕ хулана та, сăваплă Çурта та аркатĕ. Унăн вĕçĕ талай евĕрлĕ пулĕ, вăрçă вĕçленичченех çарату та аркату пулмалла.

(27) Вăл пĕр çичĕçуллăха нумайăшĕпе килĕшÿ тăвĕ; парне парассине, тырă-пулă парни кÿрессине çур çичĕçуллăха чарса лартĕ, çав вырăна ирсĕрлетĕ, унта йĕрĕнчĕк лартса хурĕ — ирсĕрлетекеннине палăртса хунă вилĕм çитичченех çапла пулĕ.

10

(1) Кир, Перси патши, виççĕмĕш çул патшара ларнă чухне Даниила, Валтасар тесе чĕннĕскерне, малашне мĕн пуласси курăннă — çакă вăл аслă вăрçă çинчен пĕлтернĕ чăн хыпар пулнă. Даниил хăйне мĕн курăннине ăнланса илнĕ.

(2) Çав кунсенче эпĕ, Даниил, ĕнтĕ виçĕ эрне хушши хуйхăрса-хурланса пурăнаттăм:

(3) тутлă апат çимен эпĕ; çăварăма аш-какайпа эрех те кĕмен, виçĕ эрне кунĕсем иртиччен ырă шăршăллă çупа та сĕрĕнмен.

(4) Пĕрремĕш уйăхăн çирĕм тăваттăмĕш кунĕнче вара эпĕ аслă Тигр юханшывĕ хĕрринче пултăм,

(5) куçăма çÿлелле çĕклесе пăхрăм та — курах кайрăм: акă йĕтĕн тум тăхăннă ар тăрать, пилĕкне Уфаз ылтăнĕнчен тунă пиçиххи çыхнă.

(6) Учĕ-пĕвĕ унăн — топаз пек, сăнĕ — çиçекен çиçĕм пек, куçĕсем — çунакан çутаткăç пек, алли-ури — ялтăртатакан пăхăр пек, сассийĕ — халăх шавĕ пек.

(7) Çакна пĕр эпĕ çеç, Даниил, куртăм, манпа пĕрле пулнă çынсем курмарĕç; анчах вĕсем темĕн тĕрлĕ сехĕрленсе ÿкрĕç те, пытанас тесе, пурте тарса пĕтрĕç.

(8) Эпĕ ĕнтĕ пĕчченех юлса çакă аслă курăнăва пăхса тăтăм, анчах та манăн пĕтĕм вăй-халăм пĕтсе ларчĕ, эпĕ лăштăр кайрăм.

(9) Акă эпĕ унăн сассине илтрĕм — унăн сассине илтсенех, тăнран кайса, ÿпне ÿкрĕм те питĕмпе çĕре перĕнсех выртрăм.

(10) Акă мана алă сĕртĕнсе илчĕ те çÿлелле çĕклерĕ — эпĕ ĕнтĕ, аллăмсемпе çĕре тĕреленсе, чĕркуççи çине тăтăм.

(11) Мана вăл çапла каларĕ: Даниил, суйласа илнĕскерĕ! Эпĕ хăвна калакан сăмаха ăшна хыв. Уру çине тăр, мĕншĕн тесессĕн паян мана сан патна янă, терĕ. Мана çак сăмахсене каланă чухне эпĕ, чĕтресе, ура çине тÿрленсе тăтăм.

(12) Вăл мана каларĕ: ан хăра, Даниил; эсĕ, хăвăн Турру умĕнче йăвашланса, пĕлесчĕ, ăнланасчĕ тесе чĕрÿне Турă еннелле çавăрнă пĕрремĕш кунранах санăн сăмахна илтнĕ. Санăн сăмахна пула килтĕм те эпĕ.

(13) Перси патшалăхĕн пуçлăхĕ çирĕм пĕр кун мана хирĕç тăчĕ. Эпĕ унта Перси патшисемпе куçакуçăн тăтăм — вара Михаил, пĕрремĕш пуçлăхсенчен пĕри, мана пулăшма çитрĕ. Эпĕ ăна Перси патшисем патĕнче хăвартăм.

(14) Халĕ вара эпĕ юлашки вăхăтра санăн халăхна мĕн-мĕн пулассине пĕлтерме килтĕм, мĕншĕн тесессĕн эсĕ мĕн курни вăл — çав кунсем çинчен, терĕ.

(15) Вăл мана çакăн пек сăмахсем каланă чухне эпĕ çĕр çине ÿпне ÿкрĕм, чĕлхесĕр пулнă пекех выртрăм.

(16) Акă такам, сăнран этем ывăлĕсем евĕрлĕскер, манăн тутана сĕртĕнсе илчĕ те, эпĕ çăварăма уçрăм, калаçма пуçларăм, хамăн умра тăракана каларăм: хуçамăм! çакна курнă чухне манăн ăшăм-чиккĕм хускалчĕ, вăй-халăм пĕтсе ларчĕ.

(17) Эпĕ, хуçамăн чури, хамăн хуçампа калаçма пултарайăп-ши? манăн чĕптĕм вăй та çук, сывлăш çавăрайми пултăм, терĕм.

(18) Унтан çавă, этем евĕрлĕскерĕ, мана каллех сĕртĕнчĕ те — мана вăй-тĕрек кĕртрĕ.

(19) Вăл çапла каларĕ: ан хăра, суйласа илнĕскерĕ! канăçлăх пултăр сана; тĕреклĕлен, тĕреклĕлен! терĕ. Вăл çапла каланă хушăра эпĕ тĕреклĕлентĕм те каларăм: кала, хуçамăм! эсĕ мана вăй-хал патăн, терĕм.

(20) Вăл çапла каларĕ: эпĕ сан патна мĕншĕн килнине пĕлетĕн-и? Эпĕ халĕ Перси пуçлăхĕпе çапăçма каялла каятăп; çав çапăçăва вĕçлесессĕн, акă Греци пуçлăхĕ килĕ.

(21) Эпĕ сана Чăнлăх Кĕнекинче мĕн çырнине пĕлтерĕп; вĕсемпе çапăçнă чухне мана сирĕн Михаил пуçлăхăр çеç пулăшать, унсăр пуçне никам та пулăшмасть.

11

(1) Эпĕ ăна Миди çынни Дарий патшана ларнă çулхинех пулăшрăм, хунтăларăм.

(2) Халĕ эпĕ сана чăнлăх пĕлтеретĕп. Перси çĕрĕнче тата виçĕ патша çĕкленĕ; кайран тăваттăмĕшĕ çĕрме пуянлăхĕпе пуринчен те иртсе кайĕ, пуянлăхĕпе вăйланса çитсессĕн, ыттисене пурне те Греци патшалăхне хирĕç тăратĕ.

(3) Вара хăватлăран хăватлă патша çĕкленĕ, вăл анлă çĕрсене ярса илĕ те мĕн тăвас тет, çавна тăвĕ.

(4) Вăл çапла çĕкленнĕ хыççăн унăн патшалăхĕ арканса кайĕ те тĕнченĕн тăватă енне кура пайланĕ, хăйĕн тăхăмне куçмĕ, ĕнтĕ ун вăхăтĕнчи пек пулаймĕ, мĕншĕн тесессĕн унăн патшалăхĕ пайланса кайĕ; унăн патшалăхне туртса илĕç те юттисене парĕç.

(5) Кайран кăнтăр патши вăйланса кайĕ, анчах унăн аслă çарпуçĕ унран вăйлăрах пулса тăрĕ те тата анлăрах çĕрсене ярса илĕ.

(6) Анчах та темиçе çултан вĕсем çывăхланĕç; çав килĕшĕве çирĕплетмешкĕн кăнтăр патшийĕн хĕрĕ çурçĕр патшине качча кайĕ; анчах вăл пысăк вăя хăйĕн аллинче тытса тăраймĕ, унăн ăрăвĕ те сыхланса юлаймĕ: ăна хăйне те, унпа пĕрле килнисене те, унăн ачине те, ăна хунтăлакана та пĕтерĕç.

(7) Анчах та унăн тымарĕнчен тухнă хунавсенчен пĕри патшана ларĕ; вăл, çурçĕр патшин çарне хирĕç кайса, унăн çирĕплетнĕ хулисене çитсе кĕрĕ, вирлĕ тапăнса вĕсене парăнтарĕ,

(8) вĕсен туррисен кĕлеткисене те, шăратса тунă йĕрĕхĕсене те, хаклă савăчĕсене те — ылтăн та кĕмĕл савăтсене — ярса илсе Египета илсе кайĕ. Çавăн хыççăн вăл темиçе çул хушши çурçĕр патшине чăрмантармĕ.

(9) Лешĕ вара кăнтăр патшийĕн патшалăхне тапăнса пăхĕ, анчах каялла хăйĕн çĕрне таврăнĕ.

(10) Кайран унăн ывăлĕсем вăрçă пуçлĕç, нумай йышлă çар пуçтарĕç; вĕсенчен пĕри, хăвăрттăн кайса, талай пек капланса кĕрĕ, малалла кайса, тăшмансен çирĕплетнĕ вырăнĕ патне çитĕ.

(11) Кăнтăр патши вара, талăрса кайса, çурçĕр патшипе çапăçма тухĕ. Лешĕ пысăк çар кăларса тăратĕ, анчах унăн çарĕ кăнтăр патшийĕн аллине лекĕ.

(12) Çурçĕр патшин çарне аркатсассăн, кăнтăр патшийĕн чĕри мăнаçлăланса кайĕ; вăл тăшманĕсене пинĕ-пинĕпе тĕп тăвĕ, анчах та унăн вăйĕ нумайлăха пымĕ.

(13) Çурçĕр патши çĕнĕрен çар пуçтарĕ, ку унчченхинчен те йышлăрах пулĕ; темиçе çултан питĕ лайăх хатĕрленнĕ пысăк çарпа килсе тапăнĕ.

(14) Çав вăхăтра чылайăшĕ кăнтăр патшине хирĕç çĕкленĕ. Эсĕ мĕн курни чăна тухтăр тесе, сан халăхун пăлхавлă ывăлĕсем те çĕкленĕç, анчах вилсе пĕтĕç.

(15) Ĕнтĕ çурçĕр патшийĕ çитĕ, тăпрас хăпартĕ те çирĕплетнĕ хулана ярса илĕ: кăнтăр вăйĕ хирĕç тăраймĕ, унăн чи паха çарĕ те тÿсеймĕ; хирĕç тăма вăй çитеймĕ.

(16) Кам та кам ăна хирĕç тухĕ — вăл хушнă пекех тума пуçлĕ, никам та ун умĕнче тытăнса тăраймĕ; вара мухтавлă çĕр çине хăйĕн йышĕпе вырăнаçĕ; пĕтĕм çĕр унăн аллине лекĕ.

(17) Вăл ĕнтĕ пĕтĕм кăнтăр патшалăхне ярса илме шухăш тытĕ, хăйĕн тăшманĕпе килĕшÿ тăвĕ, пĕтерес шухăшпа ăна хăйĕн хĕрне качча парĕ — ĕç  тухмĕ унăн, усси пулмĕ.

(18) Вара вăл утравсем енне çул тытĕ те чылайăшне ярса илĕ, анчах та пĕр çулпуç унăн чăрсăрлăхне чарса лартĕ — хăйне кăтартнă мăшкăла ăна каялла тавăрса парĕ.

(19) Вăл каялла хăй çĕршывĕнчи керемсем енне çул тытĕ, анчах ăна аркатса тăкĕç, такăнĕ, кайса ÿкĕ, йĕрĕ те юлмĕ.

(20) Ун вырăнне тепĕри патшана ларĕ, патшалăх илемне çаратса тухмашкăн вăл хырçă пуçтаракана кăларса ярĕ; кăштах вăхăт иртĕ те — пĕтерĕç ăна, анчах уççăн та мар, çапăçура та мар.

(21)  Ун вырăнне тепĕри — ирсĕрскер — патшана ларĕ; ăна патшана тивĕçекен чап-мухтав пулмĕ, вăл пĕр шăв-шавсăр килĕ, йăпăлтатса патшалăха çавăрса илĕ.

(22) Пĕтĕмпех таптаса ура айне тăвакан эшкерсене таптĕ те аркатĕ вăл, халал çулпуçне хăйне парăнтарĕ;

(23) чее шухăшпа вăл килĕшÿ тăвĕ; çынни сахал пулĕ те, анчах вăй пухĕ.

(24) Лăпкă пурăнăçлă та тулăх çимĕçлĕ çĕршывсене пырса кĕрĕ, унта вăл хăйĕн ашшĕсемпе ашшĕсенĕн ашшĕсем туманнине тăвĕ; туртса илнине, çаратса тултарнă пурлăха тата пуянлăха хăйсеннисемпе пĕрле салатса пĕтерĕ, ĕнтĕ керемсене ярса илме те шухăш тытĕ, анчах та ку вăхăтлăха çеç пулĕ.

(25) Вăл пĕтĕм вăйне, хĕрÿлĕхне кăнтăр патшине хирĕç ярĕ, ăна кăнтăр патши пысăк йышлă çарпа çитсе тапăнĕ; йышлă та питех те вăйлă çарпа вăрçа тухĕ, анчах тÿссе тăраймĕ, мĕншĕн тесессĕн ăна хирĕç кавар тăвĕç.

(26) Ăна хăйĕн сĕтелĕ хушшинче ĕçсе-çисе тăнисемех пĕтерĕç; çарĕ талай çитсе çапнă пек саланĕ, нумайăшĕ вилсе пĕтĕ.

(27) Икĕ патша, усал шухăш тытнăскерсем, пĕр сĕтел хушшинче пĕр-пĕрне суеçтерсе ларĕç, анчах та ĕç тухмĕ вĕсен, мĕншĕн тесессĕн пĕтес вăхăт çитмен-ха.

(28) Вара вăл, питех те пысăк тупăш илсе, сăваплă халала хирĕç тăшманла шухăш тытса, хăйĕн çĕршывнелле çул тытĕ, мĕн шухăшланине тăвĕ вăл, унтан хăйĕн çĕршывне таврăнĕ.

(29) Палăртнă вăхăтра вăл каллех кăнтăра вăрçăпа кайĕ, анчах урăх унчченхи пек пулмĕ;

(30) вăл вăрçăпа тухнă вăхăтрах Киттим карапĕсем пырса çитĕç; вара вăл шикленсе ÿкĕ те каялла таврăнĕ; сăваплă халала кураймасăр, хăй шухăшланине пурăнăçлĕ, сăваплă халалран уйрăлса кайнисемпе каллех килĕшÿ тăвĕ.

(31) Вăл унта хăйĕн эшкерĕсене ярĕ, çавсем аслă хăватăн сăваплă Çуртне ирсĕрлетĕç, куллен парне кÿрессине чарса лартĕç, çавăнта йĕрĕнчĕк лартса хурĕç.

(32) Сăваплă халалран пăрăннă йĕркесĕр çынсене вăл, йăпăлтатса, хăй майлă çавăрĕ; анчах хăйсен Туррине манăçламаннисем вăй илĕç те ĕçе пикенĕç.

(33) Ăсчахсем халăха вĕрентĕç, вĕсене пĕр вăхăт хĕçпе те, вут-кăварпа та, тыткăна илсе кайса та, çаратса та тертлентерĕç;

(34) çавăн пек асапланнă вăхăтра вĕсене кăштах пулăшу пулĕ, чылайăшĕ вĕсен майлă тăрĕ, анчах çакна чун-чĕререн тумĕç вĕсем.

(35) Ăсчахсенчен хăшĕ-пĕри — тĕрĕслев витĕр тухмашкăн, тасалмашкăн, шуралса çитмешкĕн — юлашки вăхăт çитичченех асап тÿсĕ, мĕншĕн тесессĕн палăртса хуни çитиччен вăхăт пур-ха.

(36) Леш патша вара хăй мĕн тăвас тенине тăвĕ; мăнаçланса кайĕ, хăйне кирек епле турăран та çÿле хурĕ, турăсен Туррине те хурлама тытăнĕ, çилĕ кунĕсем çитиччен вăл ăнăçтарсах пырĕ: ĕнтĕ мĕн палăртса хунă, çавă пулатех.

(37) Вăл ашшĕсенĕн туррисене те, хĕрарăмсем юратаканскерне те, нимĕнле урăх турра та хисепе хумĕ, мĕншĕн тесессĕн хăйне пуринчен те çÿле хурĕ.

(38) Вĕсем вырăнне вăл керемсен туррине — хăйĕн ашшĕсем пĕлмен турра — чыс тăвĕ, ăна вăл ылтăнпа та кĕмĕлпе, хаклă чулсемпе, хаклă парнесемпе чысласа тăрĕ,

(39) ют турăпала вăл çирĕп керемсене аркатĕ, хăйне парăннисенĕн ятне-чапне ÿстерĕ, нумайăшне вĕсенĕн аллине парĕ, вĕсене çĕр парнелесе валеçсе парĕ.

(40) Юлашки вăхăт çитĕ — кăнтăр патши ăна хирĕç вăрçăпа тухĕ; çурçĕр патши ăна çил-тăвăл евĕр çитсе тапăнĕ — вăрçă ураписемпе, утлă çарпа, йышлă караппа; вал терле çершыв витĕр талай пек иртсе кайĕ.

(41) Вăл чи илемлĕ çĕршыва пырса кĕрĕ, темĕн чухлĕ çĕре тустарса тухĕ, Эдом, Моав тата Аммон ывăлĕсен пысăк пайĕ çеç ун аллинчен сыхланса юлĕ.

(42) Аллине тĕрлĕ çĕршыв еннелле тăсĕ; Египет çĕрĕ те хăтăлаймĕ.

(43) Хаклă мула — ылтăн-кĕмĕле, Египетăн пĕтĕм пуянлăхне — ярса илĕ; Ливи çыннисемпе Эфиопи çыннисем ун ури умне ÿкĕç.

(44) Анчах тухăçран та çурçĕртен çитнĕ хыпарсем ăна хăратса пăрахĕç те, вăл, урса кайса, çавăнталла çул тытĕ, аркатĕ, çĕмĕрĕ вара, нумайăшне тĕп тăвĕ;

(45) вăл хăйĕн патша чатăрĕсене тинĕспе мухтавлă сăваплă Çуртăн тăвĕ хушшине карса тухĕ; анчах хăйĕн вĕçĕ тĕлне çитсе тăрĕ, ăна никам та пулăшмĕ.

12

(1)  Çавăн чухне вара Михаил — аслă пуçлăх, санăн халăхна хÿтĕлекенĕ — çĕкленĕ, мĕншĕн тесессĕн халиччен пĕр халăх та курман-пĕлмен хĕн-асап вăхăчĕ çитĕ; çавăн чухне санăн халăху — кĕнекене çырса хунисем пурте — çăлăнса юлĕç.

(2) Çĕр айĕнче çывăракансем нумайăшĕ вăранĕç: пĕрисем — ĕмĕрлĕх пурăнăç валли, тепĕрисем — ĕмĕрех намăс курма, мăшкăл валли.

(3) Ăсчахсем тÿпери çутă пек, нумайăшне тĕрĕслĕх енне çавăрнисем çăлтăр пек ялкăшса тăрĕç — ĕмĕр-ĕмĕре, ĕмĕрлĕхе!

(4) Эсĕ вара, Даниил, çакă сăмахсене юлашки вăхăт çитиччен пытарса усра, çакă кĕнекене пичет пусса хур; ăна нумайăшĕ вулĕ, пĕлÿ ÿсĕ, терĕ вăл мана.

(5) Çавăн чухне эпĕ, Даниил, пăхрăм та — акă тата иккĕн тăраççĕ: пĕри — юханшывăн ку енче, тепĕри — юханшывăн леш енче.

(6) Вĕсенчен пĕри йĕтĕн тум тăхăннă артан, юханшыв тĕлĕнче тăраканскертен, çапла ыйтрĕ: ку тĕлĕнтермĕш ĕçсен вĕçĕ хăçан пулать-ши? терĕ.

(7) Эпĕ вара йĕтĕн тум тăхăннăскерĕ, юханшыв тĕлĕнче тăраканскерĕ, мĕнле хуравланине илтрĕм, вăл икĕ аллине те çĕклесе Ĕмĕр-ĕмĕр Пурăнаканăн ячепе тупа турĕ: пĕр вахатран, икĕ вăхăтран тата çур вăхăтран, сăваплă халăхăн вăйне текех аркатми пулсассăн, пĕтĕмпе вĕçленĕ, терĕ.

(8) Илтме илтрĕм эпĕ, анчах ăнланаймарăм, çавăнпа та: хуçамăм! вĕçĕ мĕнле пулать? тесе ыйтрăм.

(9) Вăл çапла хуравларĕ: каях, Даниил! çакă сăмахсене юлашки вăхăтчен пытарса, пичет пусса хунă.

(10) Нумайăшĕ тасалĕ, шуралĕ те сăнаса тĕрĕслени витĕр тухĕ; йĕркесĕррисем йĕркесĕр хăтланĕç, йĕркесĕррисенчен çакна нихăшĕ те ăнланаймĕ, ăсчахсем кăна ăнкарса илĕç.

(11) Кулленхи парнене кÿме чарнăранпа, йĕрĕнчĕк лартса хунăранпа пин те икçĕр тăхăрвунă кун иртĕ.

(12) Пин те виççĕр вăтăр пилĕк куна кĕтекен, ăна кĕтсе илме пултаракан телейлĕ пулĕ.

(13) Эсĕ вара хăвăн вĕçÿ еннелле ут. Эсĕ канăç тупăн, кайран, вăхăт вĕçĕнче, хăвăн пайна илме вăранăн, терĕ.

13

(1)  Вавилонра Иоаким ятлă ар пурăннă.

(2) Вăл Хелкия хĕрне, Сусанна ятлăскерне, питĕ илемлĕ те Турăран хăраканскерне, качча илнĕ.

(3) Сусаннăн ашшĕ-амăшĕ тÿрĕ çынсем пулнă, хăйсен хĕрне Моисей саккунне вĕрентнĕ.

(4) Иоаким питĕ пуян пулнă, унăн хăй килĕ çывăхĕнчех йывăç пахчийĕ пулнă; унăн килне иудейсем пуçтарăнсах тăнă, мĕншĕн тесессĕн вăл пуринчен те ятлăсумлăрах пулнă.

(5) Çав çулхине халăхран икĕ пуçлăха тÿрене лартнă пулнă, тÿресем пирки Çÿлхуçа: «йĕркесĕр ĕçсем тăвасси Вавилонран халăх пуçлăхĕсенче ĕçленĕ аслă тÿресенчен тухнă» тенĕ.

(6) Вĕсем Иоаким килĕнче тăтăшах пулкаланă, тавлашуллă ĕç пуррисем пурте вĕсем патне çÿренĕ.

(7) Кăнтăр тĕлнелле, халăх салансан, Сусанна хăй упăшкийĕн йывăç пахчине уçăлма çÿренĕ.

(8) Çав икĕ пуçлăх Сусанна кунта кулленех кĕрсе уçăлса çÿренине курнă, вара вĕсен ун тĕлĕшпе аскăн шухăш çуралнă,

(9) вĕсем ĕнтĕ хăйсен ăс-тăнне астарса янă; тÿпенелле пăхас мар, тÿрĕ сут пуррине аса илес мар тесе куçĕсене айккинелле пăрнă.

(10) Тÿресем иккĕшĕ те кăмăлĕпе аскăнлăх енне туртăннă, анчах хăйсен шухăшне пĕр-пĕрне уçса паман,

(11) мĕншĕн тесессĕн Сусаннăпа хутшăнма тĕмсĕлни çинчен пĕлтерме намăсланнă.

(12) Хăйсем вара, ăна курасчĕ тесе, кулленех вăрттăн сыхласа çÿренĕ, ĕнтĕ пĕр-пĕрне çапла каланă:

(13) киле каяр, халь — апатланмалли вăхăт, тенĕ; вара, пахчаран тухса, тĕрлĕ еннелле уйăрăлса кайнă,

(14) унтан, каялла таврăнса, çав вырăнах пырса тухнă; вара, пĕр-пĕринчен пăвăртса, хăйсем мĕн шухăшпа çÿренине ыйтса пĕлнĕ, хăйсен аскăн шухăшне пĕлтернĕ, ĕнтĕ Сусаннăна пĕччен чухне тупма май килекен вăхăта палăртнă.

(15) Вара вĕсем меллĕ куна кĕтсе илнĕ: ĕнерхи, виçĕмкунхи пекех, Сусанна пахчана икĕ тарçă арăмпа çеç пынă та çавăнта çăвăнма шутланă, мĕншĕн тесессĕн шăрăх пулнă.

(16) Пахчара вара ăна хуралласа, пытанса тăракан икĕ пуçлăхсăр пуçне урăх никам та пулман.

(17) Сусанна ĕнтĕ тарçисене каланă: мана çупа супăнь илсе килсе парăр та пахча алăкне питĕрĕр, эпĕ çăвăнасшăн, тенĕ.

(18) Тарçисем Сусанна каланă пекех тунă: пахча алăкне питĕрнĕ те илмеллисене илсе килмешкĕн айккинчи алăкран тухнă, вĕсем пуçлăхсене асăрхайман та, мĕншĕн тесессĕн лешĕсем пытанса тăнă пулнă.

(19) Акă тарçă арăмсем тухса кайсассăн, икĕ пуçлăх та сиксе тăнă та Сусанна патне чупса пырса каланă:

(20) акă пахча алăкĕсем хупă, пире никам та курмасть; пирĕн санпа хутшăнас килет, çавăнпа эсĕ пирĕнпе выртма килĕш.

(21) Килĕшмесессĕн, эпир сана хирĕç кÿнтелетпĕр: санпа пĕрле кунта каччă пулчĕ, çавна пула эсĕ тарçусене каялла ятăн тейĕпĕр, тенĕ.

(22) Сусанна ĕнтĕ ахлатса янă та каланă: мана апла тусан та, капла тусан та çăмăл пулас çук; капла тусан — мана вилĕм кĕтет, апла тумасан — сирĕн алăран хăтăлаймăп.

(23) Çÿлхуçа умĕнче çылăха кĕрес темесессĕн çапла туманни, сирĕн алла çакланманни аванрах маншăн.

(24) Вара Сусанна çари çухăрса янă; пуçлăхсем те иккĕн тан ăна хирĕçле кăшкăрашма тытăннă,

(25) вĕсенчен пĕри чупса кайнă та пахча алăкне уçса пăрахнă.

(26) Пахчара кăшкăрашнине илтсессĕн, унта мĕн пулнине курас тесе, пÿртре пулнисем айккинчи алăксенчен чупса кĕнĕ.

(27) Пуçлăхсем мĕн-мĕн каланине илтсессĕн, Сусанна тарçисем шутсăр намăсланса кайнă, мĕншĕн тесессĕн Сусанна çинчен нихăçан та никам та кунашкал каламан пулнă.

(28) Тепĕр кунхине çапла пулнă: Иоаким патне, Сусанна упăшки патне, халăх пухăнсассăн, Сусаннăна вилĕм аллине парас тесе, ăна хирĕç усал шухăш тытнă икĕ пуçлăх та пынă.

(29) Вĕсем халăх умĕнче çапла каланă: Сусаннăна — Хелкия хĕрне, Иоаким арăмне — илсе килме ярăр-ха, тенĕ; вара ăна илсе килме çын янă.

(30) Ĕнтĕ Сусанна хăй те, унăн ашшĕ-амăшĕ те, унăн ачисем те, унăн мĕнпур тăванĕ те çитнĕ.

(31) Сусанна сăнран питĕ хÿхĕм те хитре пулнă,

(32) вара çав йĕркесĕр çынсем, унăн илемне курса киленес тесе, Сусанна питне хупласа тăнăран унăн питне уçма хушнă.

(33) Сусаннăн тăванĕ-пĕтенĕ тата çавăнта пăхса тăракансем пурте йĕнĕ.

(34) Икĕ пуçлăх вара, халăх варрине тухса тăрса, аллисене Сусанна пуçĕ çине хунă.

(35) Вăл, куççуль юхтарса, тÿпенелле пăхнă, мĕншĕн тесессĕн унăн чун-чĕри Çÿлхуçана шанса тăнă.

(36) Леш пуçлăхсем ĕнтĕ çапла каланă: эпир пахчара хамăр кăна çÿренĕ чухне çакă арăм икĕ тарçипе пырса кĕчĕ те, пахча алăкне питĕрсе хурса, тарçисене каялла ячĕ;

(37) унтан пахчара пытанса тăнă каччă ун патне пычĕ те унпа пĕрле выртрĕ.

(38) Эпир, пахча кĕтессинче тăраканскерсем, кунашкал йĕркесĕрлĕхе куртăмăр та вĕсем патне пытăмăр,

(39) вара вĕсем хутăшнине куртăмăр, каччине тытса чараймарăмăр, мĕншĕн тесессĕн вăл пирĕнтен вăйлăрах пулчĕ, алăка уçса тухса тарчĕ;

(40) çакна ярса тытрăмăр та: кам пулчĕ ку каччă? тесе тĕпчерĕмĕр. Анчах вăл пире каласшăн пулмарĕ. Эпир çавăн çинчен кÿнтелетпĕр, тенĕ.

(41) Пухăннисем ĕнтĕ вĕсене ĕненнĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсем халăх пуçлăхĕсем, тÿресем, пулнă, вара Сусаннăна вĕлермелле тунă.

(42) Сусанна хыттăн ĕсĕклесе йĕрсе янă та каланă: ĕмĕрхи Туррăм, пытарăнса тăнине куракан, пурне те пуличчен малтанах пĕлекен Туррăм!

(43) Вĕсем мана хирĕç суя кÿнтеленине Эсĕ пĕлетĕн, эпĕ акă çак çынсем мана хирĕç усал шухăш тытнине кура пĕр айăпсăр вилетĕп, тенĕ.

(44) Çÿлхуçа вара Сусаннăн сассине илтнĕ.

(45) Ăна вĕлерме илсе кайнă чухне Турă Даниил ятлă яш ачанăн таса сывлăшне чĕртсе янă та,

(46) Даниил вара хыттăн кăшкăрса янă: эпĕ унăн юнĕ тĕлĕшĕнчен таса! тенĕ.

(47) Ĕнтĕ пĕтĕм халăх унран çапла ыйтнă: эсĕ каланă сăмах мĕне пĕлтерет вăл? тенĕ.

(48) Вара Даниил вĕсем варрине тăрса каланă: Израиль ывăлĕсем, эсир çав таранах ăссăр-и? тĕпчемесĕр, чăннине пĕлмесĕр Израиль хĕрне айăпларăр-и?

(49) Сут тунă çĕре каялла таврăнăр, мĕншĕн тесессĕн вĕсем Сусаннăна хирĕç суя кÿнтелерĕç, тенĕ.

(50) Халăх çийĕнчех каялла таврăннă, вара халăх пуçлăхĕсем Даниила каланă: пирĕн хушшăмăра килсе лар та пире пĕлтер, мĕншĕн тесессĕн Турă сана аслă пуçлăх турĕ, тенĕ.

(51) Даниил каланă вара: вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса тăратăр, ыйтса тĕпчем вĕсене, тенĕ.

(52) Лешĕсене пĕр-пĕринчен уйăрсассăн, Даниил пĕрне чĕнсе илнĕ те каланă: усал кунсемпе ватăлса кайнăскер! паян санăн унччен туса пурăннă çылăхусем уçăлчĕç,

(53) тĕрĕс мар сут туса айăпсăррисенех айăплани, айăплисенех тÿрре кăларни çиеле тухрĕ — Çÿлхуçа вара: «айăпсăррине, тÿррине ан вĕлер» тет.

(54) Эппин, çакна куртăн пулсассăн кала-ха: вĕсем пĕр-пĕринпе хăш йывăç айĕнче калаçса тăчĕç? тенĕ. Лешĕ: мастика йывăççи айĕнче, тенĕ.

(55) Даниил каланă: чăнах, хăв пуçна çимех суйрăн эсĕ; акă Турă Ангелĕ, Турăран ирĕк илсе, сана çурмалла касса татĕ, тенĕ.

(56) Çакăскерне аяккалла тăратса, Даниил тепĕрне илсе килме хушнă та каланă: Ханаан ăрăвĕ эсĕ, Иуда ăрăвĕ мар! сана илем илĕртнĕ, чĕрÿне аскăн шухăш ирсĕрлетнĕ.

(57) Израиль хĕрĕсемпе эсир çапла хăтланнă, вĕсем вара, хăраса, сирĕнпе хутăшнă; анчах та Иуда хĕрĕ сирĕн йĕркесĕрлĕхĕре тÿсме килĕшмен.

(58) Эппин, кала-ха мана: эсĕ вĕсене хăш йывăç айĕнче калаçса тăнине куртăн? тенĕ. Лешĕ: симĕс юман айĕнче, тенĕ.

(59) Даниил каланă вара: шăпах хăвăн пуçна çимех суйрăн эсĕ; Турă Ангелĕ сана çурмалла касса татма, сире тĕп тума хĕçпе кĕтсе тăрать, тенĕ.

(60) Вара, Хăйне ĕненекенсене çăлакан Турра мухтаса, çавăнта пухăннă пĕтĕм халăх хыттăн кăшкăрса янă,

(61) çав икĕ пуçлăха хирĕç çĕкленнĕ, мĕншĕн тесессĕн Даниил вĕсене хăйсем каланă сăмахĕсемпех тăрă шыв çине кăларнă, вĕсем суя кÿнтеленине кăтартса панă;

(62) вĕсем хăйсен çывăх çыннине мĕн суннă — вĕсене хăйсене те çаплах тунă, Моисей саккунĕпе килĕшÿллĕн, вĕсене вĕлернĕ; ĕнтĕ çав кунхине айăпсăр юна çăлса хăварнă.

(63) Хелкияпа унăн арăмĕ пĕтĕм тăванĕ-хурăнташĕпе пĕрле хăйсен Сусанна хĕрĕпе Иоакимшăн, унăн упăшкишĕн, Турра мухтанă, мĕншĕн тесессĕн Сусаннăшăн нимĕн намăсланмалли те тупăнман.

(64) Вара çав кунранпа та, унăн хыççăн та Даниил халăх умĕнче аслă çын пулса пурăннă.

14

(1) Астиаг патша канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, вара унăн патшалăхне Кир, перс çынни, йышăннă.

(2) Даниил патшапа пĕрле пурăннă, вăл патша тусĕсенчен пуринчен те мухтавлăрах пулнă.

(3) Вавилон çыннисен Бел ятлă кĕлетке-йĕрĕх пулнă, ăна чÿклесе тăма кулленех пысăк виçепе çирĕм виçĕ виçе тулă çăнăхĕ, хĕрĕх сурăх тата ултă виçе эрех уйăрса тăнă.

(4) Патша çав йĕрĕхе питех те хисепленĕ, кулленех ăна пуççапма çÿренĕ; Даниил вара хăйĕн Туррине пуççапнă. Патша Даниила каланă: эсĕ мĕн-ма Бела пуççапмастăн? тенĕ.

(5) Даниил хирĕç хуравланă: эпĕ алăпа ăсталанă йĕрĕхсене пуççапмастăп, чĕрĕ Турра — тÿпепе çĕре пултарнă, мĕнпур чĕрĕ чуна тытса тăракан Турра — пуççапатăп, тенĕ.

(6) Патша çапла каланă: Бел чĕрĕ турă мар тесе шутламастăн пулĕ-çке эсĕ? вăл кулленех мĕн чухлĕ çинине, ĕçнине курмастăн-им?

(7) Даниил кулса илнĕ те каланă: ан улталан, патша; Бел — шалтан тăм вăл, çиелтен — пăхăр; вăл нихăçан та çимен те, ĕçмен те, тенĕ.

(8) Патша, çилленсе кайса, хăйĕн апăсĕсене чĕнтерсе илнĕ те каланă вĕсене: эсир мана Бела мĕн панине кам çисе тăнине каламасассăн — вилетĕр.

(9) Эсир мана çакна Бел хăй çисе тăнине ĕнентерме пултарайсассăн — Даниил вилет, мĕншĕн тесессĕн вăл Бела хурларĕ, тенĕ. Даниил патшана каланă: эсĕ каланă пек пултăр, тенĕ.

(10) Бела парне кÿрсе тăракансем, арăмĕсемсĕр тата ачисемсĕр пуçне, çитмĕлĕн пулнă.

(11) Патша Даниилпа пĕрле Бел çуртне пынă, Бел апăсĕсем каланă вара: эпир акă тухатпăр, эсĕ вара, патша, алăка питĕрсе ил те пичетне пусса хăвар.

(12) Ыран килсессĕн, эсĕ Бел хăйне мĕн панине çисе яманнине курсассăн — эпир вилĕпĕр е пире элекленĕ Даниил вилĕ, тенĕ.

(13) Хăйсем уншăн-куншăн пăшăрханман, мĕншĕн тесессĕн вĕсем сĕтел айĕнчен вăрттăн кĕрсе-тухса çÿремелли тунă пулнă, ĕнтĕ яланах çапла çÿресе пĕтĕмпех çисе тăнă.

(14) Апăссем тухса кайсассăн, патша Бел умне апат лартса панă, Даниил хăйĕн тарçисене хушнă та, лешĕсем кĕл илсе килнĕ, вара патша умĕнче пĕтĕм çурта кĕлпе сапса тухнă; унтан, каялла тухса, алăка питĕрсе илнĕ, патшан пичетлĕ çĕррипе пусса пичетленĕ те унтан кайнă.

(15) Апăссем, яланхи йăлапа, çĕрле хăйсен арăмĕсемпе те ачисемпе пĕрле пынă та пĕтĕмпех ĕçсе-çисе янă.

(16) Тепĕр кунхине патша ирех вăраннă, Даниил та унпа пĕрлех пулнă,

(17) патша каланă: пичет тĕрĕс-тĕкелех-и, Даниил? тенĕ. Вăл: тĕрĕс-тĕкелех, патша, тенĕ.

(18) Алăка уçнă-уçманах патша, сĕтел çине пăхса, хыттăн кăшкăрса янă: Бел, аслă эсĕ, санра нимĕнле ултав та çук! тенĕ.

(19) Даниил кулса илнĕ те патшана шала кĕресрен тытса чарнă: урайне пăхсамччĕ, каласамччĕ — камсен йĕрĕсем-ши кусем? тенĕ.

(20) Патша каланă: арçынсен, хĕрарăмсен тата ачасен йĕррисене куратăп, тенĕ.

(21) Вара, çилленсе кайса, патша апăссене тата вĕсен арăмĕсемпе ачисене тытса килме хушнă; лешĕсем ĕнтĕ хăйсене кĕрсе-тухса çÿреме, сĕтел çинчи çимĕçе ĕçсе-çисе тăма май паракан вăрттăн алăка кăтартнă.

(22) Çакăн хыççăн патша вĕсене вĕлерме хушнă та Бел кĕлеткине Даниила панă, вара Даниил ăна та, унăн çуртне те аркатнă.

(23) Çав вырăнта пысăк аçтаха пулнă, Вавилон çыннисем ăна пуççапса пурăннă.

(24) Патша Даниила каланă: эсĕ çакăн пирки те вăл пăхăр кăна тесе калăн-и? акă вăл — чĕрĕ, çиет, ĕçет; эсĕ ăна чĕрĕ мар турă тееймĕн; апла пулсан ăна пуççап, тенĕ.

(25) Даниил каланă: хамăн Çÿлхуçа Туррăма çеç пуççапатăп, мĕншĕн тесессĕн Вăл — чĕрĕ Турă.

(26) Анчах та эсĕ, патша, мана ирĕк парсамччĕ — эпĕ аçтахана хĕçсĕр-чукмарсăрах вĕлерĕп, тенĕ. Патша: ирĕк паратăп, тенĕ.

(27) Çакăн хыççăн Даниил сăмала, çу тата çÿç илнĕ те вĕсене пĕрле вĕретсе, çавăнтан чăмăркка туса ăна аçтаха çăварне ывăтнă; аçтахи çĕре тĕшĕрĕлсе аннă. Даниил вара: акă сирĕн туррăрсем! тенĕ.

(28) Вавилон çыннисем, çакăн çинчен илтсессĕн, питĕ хытă тарăхса кайнă та патшана хирĕç çĕкленнĕ, вĕсем çапла каланă: пирĕн патша иудей пулса кайрĕ; Бела аркатрĕ, аçтахана вĕлерчĕ, апăссене вилĕм аллине пачĕ, тенĕ;

(29) вара патша патне пырса каланă: эсĕ пире Даниила тытса пар, унсăрăн эпир сана хăвна та, санăн кил-йышна та вĕлеретпĕр, тенĕ.

(30) Вĕсем ытла çине тăрса ыйтнине кура, патшан ирĕксĕрех Даниила тытса памалла пулнă,

(31) лешĕсем ĕнтĕ Даниила арăслан шăтăкне пăрахнă, унта вăл ултă кун хушши пулнă.

(32) Шăтăкра çичĕ арăслан пурăннă, вĕсене кулленех икшер ÿтпе икшер сурăх пăраха-пăраха панă; Даниила çисе яччăр тесе, çав вăхăтра вĕсене нимĕн те паман.

(33) Иудея çĕрĕнче Аввакум пророк пулнă; çавă, шÿрпе пĕçерсе, савăта çăкăр тĕпретсе, тырă выракансене апат леçмешкĕн уя кайма тухнă.

(34) Анчах Турă Ангелĕ Аввакума каланă: аллунти апата Вавилона Даниил патне, арăслан шăтăкне, кайса пар, тенĕ.

(35) Аввакум каланă: хуçамăм! Вавилона эпĕ нихăçан та курман, шăтăкĕ ăçтине те пĕлместĕп, тенĕ.

(36) Турă Ангелĕ ăна лĕпкинчен, çÿçĕнчен тытса çÿлелле çĕкленĕ те хăй хăвачĕн вăйĕпе Вавилона, арăслан шăтăкĕ умне, çитерсе тăратнă.

(37) Аввакум чĕнсе каланă: Даниил! Даниил! хăвна Турă ярса панă апата ил, тенĕ.

(38) Даниил каланă: эй Туррăм, Эсĕ мана аса илтĕн иккен, Хăвна юратакансене пăрахмарăн, тенĕ.

(39) Даниил ĕнтĕ тăнă та çинĕ; Турă Ангелĕ вара Аввакума самантрах хăйĕн вырăнне каялла илсе кайса тăратнă.

(40) Патша çиччĕмĕш кунхине Даниилшăн кулянма пынă, вара, шăтăк умне пырса, аялалла пăхнă та — акă Даниил лара парать иккен.

(41) Патша хыттăн кăшкăрса янă: эй Даниилăн Çÿлхуçа Туррийĕ, Эсĕ аслă, Сансăр пуçне урăх Турă çук! тенĕ.

(42) Патша вара Даниила туртса кăларма, ăна тĕп тума шутланисене шăтăка тытса пăрахма хушнă, — арăслансем вĕсене ун куçĕ умĕнчех самантрах çисе янă.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s