Franc Kavčič. Артаксес умĕнче Эсфирь

Эсфирь кĕнеки


ЭСФИРЬ КĔНЕКИ

[ Ἐσθὴρ  Esther  אֶסְתֵּר ]

1

[Аслă Артаксеркс иккĕмĕш çул патшара ларнă чухне, нисан уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче, Мардохей — Сузă хулинче пурăнакан иудей, чаплă çын, патша керменĕ таврашĕнче ĕçлесе тăраканскер — тĕлĕк курнă. Мардохей вăл Вениамин йăхĕнчен тухнă, ун ашшĕ Иаир, Иаир ашшĕ — Семей, Семей ашшĕ Кис пулнă. Вăл тыткăна лекнĕ çын пулнă. Вавилон патши Навуходоносор ăна Иудея çĕрĕн патшипе Иехонияпа пĕрле Иерусалим хулинчен тыткăна илсе килнĕ. Мардохея ĕнтĕ çакăн пек тĕлĕк тĕлленнĕ: акă хăрушă шăв-шав тăрать, аслати кĕрлет, çĕр чĕтренет, пурте хăраса-сехĕрленсе ÿкнĕ; акă икĕ мăн çĕлен шуса тухать — вĕсем пĕр-пĕринпе тытăçма хатĕр; вĕсем тискерле чашкăраççĕ, çавсен сассипе ĕнтĕ тÿрĕ пурăнакан халăха пĕтермешкĕн ытти пур халăх вăрçа хатĕрленет; акă сĕм тĕттĕм кун, хуйхă-суйхă та куççуль, асап та асар-писер пăлхану çĕр çинче; пулас инкек-синкекрен шикленсе пĕтĕм тÿрĕ халăх шуйханса ÿкет, вĕсем ĕнтĕ вилме хатĕрленсе Çÿлхуçана тархаслама пуçлаççĕ; пĕчĕк çăлкуçĕнчен тапса тухнă евĕр, вĕсем кăшкăрса макăрнинчен тулăх та аслă юханшыв пулса тăрать; çутă çутатса ярать, хĕвел çиçсе тухать, йăвашшисем çĕкленеççĕ те мăнаçлисене пĕтереççĕ, — Турă мĕн тума шутланине Мардохей çапла тĕлĕкĕнче курнă та кайран вăрансассăн, çак тĕлĕке чĕрине хывса, ун тĕлли-паллине каçчен ăнкарса илме тăрăшнă. Мардохей патшанăн икĕ хайранĕпе, Гавафапа тата Фаррапа пĕрле, керменте пулнă, вăл унта çав çынсен, кермен сыхлакансен, калаçăвне илтнĕ те вĕсен вăрттăн шухăшне тĕпчесе пĕлнĕ: вĕсем Артаксеркс патшана вĕлерме хатĕрленеççĕ иккен; вара Мардохей çакăн çинчен патшана евитленĕ; патша çав икĕ хайрана асаплантарнă, лешĕсем хăйсен айăпне йышăнсан, вĕсене вĕлернĕ. Çак ĕç асра юлтăр тесе, патша ăна хут çине çырса хăварнă, çак ĕç çинчен Мардохей те çырса хăварнă. Патша вара Мардохее керменте ĕçлеме хушнă, çакăншăн ăна парне панă. Патша çумĕнчи çынсенчен çавăн чухне Аман — Амадаф ывăлĕ, Агаг çынни — чи чапли пулнă, вăл патша хайранĕсемшĕн тавăрас шутпа Мардохее тата ун халăхне усал тума тăрăшнă.]

(1) [Çакăн хыççăн] Артаксеркс вăхăтĕнче акă мĕн пулса иртнĕ,— çав Артаксеркс Индипе Эфиопи хушшинче сарăлса выртакан çĕр çирĕм çичĕ çĕре тытса тăнă,—

(2) Артаксеркс патша тĕп хулара, Сузă хулинче, патшара ларнă чухне,

(3) патшара ларни виççĕмĕш çул çине кайсан, вăл хăйĕн аслă улпучĕсем валли, хăй çумĕнче ĕçлесе тăракансем валли, Персипе Миди çарĕсен тĕп пуçлăхĕсем валли, хăй çĕрĕсене пăхса тăракансем валли ĕçкĕ-çикĕ ирттернĕ,

(4) вăл унта хăй патшалăхĕн аслă мулне, хăйĕн çиçсе тăракан чапне кăтартнă, нумая, çĕр сакăрвунă куна, тăсăлнă çав уяв.

(5) Кайран, çав кунсем иртсе кайсан, патша тĕп хулара, Сузă хулинче, пурăнакан хăй халăхĕ валли, пĕтĕм ватти-вĕтти валли, патша керменĕ çумĕнчи сат картишĕнче çичĕ куна тăсăлакан ĕçкĕ-çикĕ ирттернĕ.

(6) Унта мрамор юпасем çине кĕмĕл урлавсем хурса, çÿхе йĕтĕн пире тата хĕрхĕлтĕм çăм пире шурă виссонран, йăм хĕрлĕ çăмран тунă кантрасемпе карăнтарса хÿтĕ тунă.

(7) Саккисем ылтăн та кĕмĕл пулнă, урайне симĕс тĕслĕ чул, мрамор, ахах тата хура тĕслĕ чул сарнă пулнă.

(8) Ĕçмеллине ылтăн савăтсемпе, вăтăр пин талант тăракан тĕрлĕ савăтсемпе панă; патши пуян пулнăран патша эрехĕ те тем-тем тĕрлĕ пулнă. Ĕçкĕ-çикĕ ĕретлĕ те танлă пынă, никам та никама хистемен, мĕншĕн тесессĕн патша хăй керменĕнче ĕçлекенсене çавăн пек тума, кашни çын кăмăлне шута илме хушнă.

(9) Патша майри Астинь те Артаксеркс патша керменĕнче хĕрарăмсем валли ĕçкĕçикĕ пухнă.

(10) Çиччĕмĕш кунĕнче, чун-чĕри эрехпе хавасланса-çĕкленсе кайсан, Артаксеркс патша хăй умĕнче ĕçлесе тăракан çичĕ хайранне — Мегуман, Бизфа, Харбона, Бигфа, Авагфа, Зефар тата Каркас хайрансене — çапла тума хушнă:

(11) вĕсем патша майрине Астине чĕнсе килччĕр, вăл мĕнешкел хитре пулнине халăхсене, аслă улпутсене кăтартма, ăна, пуçкăшăль тăхăннăскерне, патша умне тăратчăр, мĕншĕн тесессĕн Астинь, чăнах та, ытарайми хÿхĕм пулнă.

(12) Анчах та патша майри Астинь патша хăйĕн хайранĕсем урлă хушнине тума, унта пыма килĕшмен.

(13) Патша питĕ вăйлă çилленнĕ, тилĕрсех кайнă. Патша вара вăхăта пĕлекен ăсчахсемпе канашласа илнĕ, мĕншĕн тесессĕн вăл ĕçсене саккунпа права йĕркисене пĕлекенсем умĕнче татса панă пулнă.

(14) Ун чухне унăн чи çывăх çыннисем, патша сăнне курса тăракансем, патшалăхри пĕрремĕш çынсем, Персипе Миди çĕрĕсен çичĕ аслă улпучĕ: Каршена, Шефар, Адмафа, Фарсис, Мерес, Марсена тата Мемухан пулнă.

(15) Патша çак çынсенчен ыйтнă: Артаксеркс патшана итлеменшĕн, хăйне хайрансем урлă мĕн хушнине туманшăн патша майрине Астине саккун тăрăх мĕнле айăпламалла? тенĕ.

(16) Мемухан вара патшапа аслă улпутсем умĕнче каланă: Астинь пĕр патша умĕнче çеç мар, пур аслă улпут умĕнче те, Артаксеркс патшан пĕтĕм çĕрĕнчи пур халăх умĕнче те айăплă;

(17) мĕншĕн тесессĕн патша майри мĕн туни çинчен ытти арăмсем пĕлĕç те хăйсен упăшкисене хисеплеми пулĕç, «Артаксеркс патша Астине, патша майрине, хăй умне чĕнтернĕ, анчах лешĕ пыман» тейĕç.

(18) Халь ĕнтĕ Персипе Миди çĕрĕнчи аслă улпутсен арăмĕсем те, патша майри мĕн тунине илтсессĕн, патшан пур аслă çыннине те çавăн пекех калĕç; хисеплеменни, намăс курмалли чылай пулĕ.

(19) Патшан кăмăлĕ пулсан, вăл çирĕп хушу кăлартăр: Астинь ĕнтĕ Артаксеркс патша умне урăх ан курăнтăр, ун хисеплĕ вырăнне патша урăххине, унран лайăхраххине, патăр, çак йĕрке Персипе Миди саккунĕсене кĕрсе çирĕплентĕр, ăна каялла тумалла ан пултăр.

(20) Патшалăх темле пысăк пулсан та, патша хушăвĕ пĕтĕм çĕршывĕпе саланĕ, ун çинчен илтсен кирек мĕнле арăм та хăй упăшкине хисеплĕ, ун сăмахĕнчен иртеймĕ.

(21) Çак сăмах патшана та, аслă улпутсене те килĕшнĕ; патша вара Мемухан каланă пек тунă.

(22) Патша çĕрĕсене пур вырăна та «килте упăшки хуçа пултăр» текен хут янă, ăна ăçта мĕнле халăх пурăнать, çав халăхăн çырулăхĕпе-чĕлхипе çырнă, çакна кашни çынна унăн тăван чĕлхипе пĕлтерме хушнă.

2

(1) Çилли иртсе кайсассăн, Артаксеркс патша Астине, вăл мĕн тунине, ăна халĕ мĕн кĕтнине аса илнĕ.

(2) Патшан çывăх çыннисем, уншăн ĕçлесе тăракансем, каланă: патша валли çамрăк та илемлĕ хĕрсем пăхмалла,

(3) хăй патшалăхĕнчи кашни çĕре патша сăнавçă суйласа ларттăр, лешĕсем вара пур çамрăк хÿхĕм хĕре тĕп хулана, Сузă хулине, унта патша хайранĕ Гегай пăхса-тытса тăракан арăмсен çуртне пуçтарччăр та çав хĕрсене ырă шăршăллă сĕрĕшсем [тата мĕн кирлĕ, çавна] паччăр;

(4) патша куçне килĕшнĕ хĕр патша майри Астинь вырăнне пултăр. Çак сăмахсем патша кăмăлне килнĕ те, вăл вара çавăн пек тунă.

(5) Сузă хулинче, тĕп хулара, Мардохей ятлă пĕр çын пурăннă, вăл Вениамин йăхĕнчен тухнă иудей çынни пулнă, ун ашшĕ Иаир пулнă, Иаир ашшĕ — Семей, Семей ашшĕ Кис пулнă.

(6) Вăл Иудея патшипе Иехонияпа пĕрле илсе килнĕ тыткăнри çынсем хушшинче пулнă, вĕсене Иерусалим хулинчен Вавилон патши Навуходоносор илсе килнĕ.

(7) Вăл Гадассăна, — ку ĕнтĕ Эсфирь пулать, — хăй тăванĕн хĕрне, пăхса çитĕнтернĕ, мĕншĕн тесессĕн лешĕн ашшĕ те, амăшĕ те пулман. Çав хĕр пĕвĕ-сийĕпе те илемлĕ, сăнĕ-пичĕпе те ытармалла мар пулнă. Ун ашшĕ-амăшĕ вилсен Мардохей ăна, хăй патне илсе, тăван хĕрĕ вырăнне хунă.

(8) Халăха патша мĕн хушнине пĕлтерсен, тĕп хулана, Сузă хулине, Гегай патне хĕрсене пуçтарсан, вĕсен хушшинче Эсфирь те пулнă, вăл та патша çуртне арăмсене сыхлакан Гегай патне лекнĕ.

(9) Çак хĕр ун куçне кăмăллă пулнă; Гегай ăна ырă тума тăрăшнă, вăл ăна çийĕнчех ырă шăршăллă сĕрĕшсем тата ятарлă апат-çимĕç панă. Тата ăна ĕçлесе тăмашкăн керменри чи лайăх хĕр тарçăсенчен çиччĕшне суйласа илнĕ те Эсфирьпе унăн тарçисене хĕрарăм çуртĕнчи чи лайăх уйрăма вырăнаçтарнă.

(10) Эсфирь хăй халăхĕ çинчен те, хăйĕн тăванĕсем çинчен те нимĕн те шарламан, мĕншĕн тесессĕн Мардохей ăна нимĕн те калама хушман.

(11) Эсфирь сывлăхне пĕлме, вăл мĕнле пурăннине пĕлме Мардохей кашни кунах хĕрарăм çурчĕн картишне пыра-пыра кайнă.

(12) Хĕрарăма илем кĕртес тесе мĕн тумаллине туса çитерсен, хĕрсене вуникĕ уйăх хушши хатĕрлесен — шăпах çак вăхăт хушши сĕрĕннĕ вĕсем: ултă уйăх мирă çăвĕпе, ултă уйăх ырă шăршăллă çусемпе тата тĕрлĕ сĕрĕшпе сĕрĕнсен —

(13) хĕрĕн Артаксеркс патша патне кĕмелли вăхăт çитнĕ. Хĕрарăм çуртĕнчен патша çуртне кайнă чухне вăл кирек мĕн ыйтсассăн та, ăна çавна пурне те панă.

(14) Унта вăл каçпа кĕнĕ, ирхине тепĕр çурта, патша хайранĕ Шаазгаз тĕрĕсле-сесыхласа тăракан çурта, çумарăмсен çуртне, таврăннă; патша патне урăх кĕмен ĕнтĕ вăл — патшан унпа пулас кăмăлĕ пулсан çеç ăна ятран чĕнсе илме пултарнă.

(15) Патша патне кĕме черет çитсессĕн, Эсфирь — Аминадав хĕрĕ, ашшĕ тăванĕ Мардохей патĕнче, унăн хĕрĕ вырăнĕнче, ÿснĕскер,— патша хайранĕ, арăмсен хуралçи Гегай канаш панисĕр пуçне урăх нимĕн те ыйтман. Эсфире курнă çынсен кăмăлĕсем пурте ун енне çаврăннă.

(16) Эсфире вара Артаксеркс патша патне, патша çуртне, илнĕ, ку вуннăмĕш уйăхра, урăхла каласан тебеф уйăхĕнче, Артаксеркс çиччĕмĕш çул патшара ларнă чухне, пулса иртнĕ.

(17) Патша Эсфире ытти арăмĕсенчен ытларах юратнă; вăл ăна пур хĕрсенчен те ытларах кăмăлланă, килĕштернĕ; вăл ăна патша пуçкăшăльне тăхăнтартнă та Астинь вырăнне патша майри тунă.

(18) Эсфирь ячĕпе патша хăйĕн пур аслă улпучĕ валли, хăй çумĕнче ĕçлекенсем валли пысăк ĕçкĕ-çикĕ ирттернĕ, çĕрсене çăмăллăхсем кÿнĕ, патшалла тараватлăн хаклă парнесем салатнă.

(19) Иккĕмĕш хут хĕр пуçтарнă чухне Мардохей патша хапхи умĕнче ларнă.

(20) Эсфирь, Мардохей хытарнине асра тытса, унчченхи пекех хăй тăванĕсем çинчен те, хăй халăхĕ çинчен те нимĕн те шарламан; вăл Мардохей сăмахне халĕ те ун килĕнче пурăннă чухнехи пекех итленĕ.

(21) Мардохей патша хапхи умĕнче ларнă чухне патшан икĕ хайранĕ,— Гавафа тата Фарра, — алăк уратине хураллакансем, [Мардохее çапла хисепленĕшĕн] вĕчĕхнĕ, вара вĕсем Артаксеркс патшана вĕлерме шут тытнă.

(22) Çакна илтсессĕн Мардохей ăна патша майрине Эсфире пĕлтернĕ, Эсфирь вара ун ятĕнчен патшана каласа панă.

(23) Еçе тĕпчесе-тĕрĕслесе тухнă хыççăн йăлтах тÿрре килнĕ, вара иккĕшне те йывăçран çакса вĕлернĕ. Мардохейĕн пархатарлă ĕçĕ çинчен патша куçĕ умĕнчех çулсеренхи кĕнекене çырса хăварнă.

3

(1) Çакăн хыççăн Артаксеркс патша Амана — Амадаф ывăлне, Агаг çыннине — çĕкленĕ, ăна хăйĕн пур улпутĕнчен те çÿле хурса чапа кăларнă;

(2) патша таврашĕнчи çынсем, патша хапхи умĕнче тăракансем пурте Аман умĕнче тайăлнă, ун умне ÿксе пуççапнă, мĕншĕн тесессĕн патша çапла тума хушнă. Мардохей вара тайăлман та, ÿксе те пуççапман.

(3) Патша патĕнче, патша хапхи умĕнче ĕçлесе тăракансем Мардохее каланă: эсĕ мĕншĕн патша хушнă пек тумастăн? тенĕ.

(4) Вĕсем Мардохее кашни кун çапла каланă, вăл вĕсене пĕрех итлемен, вара вĕсем Мардохей хăйсене пĕлтернине — вăл иудей çынни пулнине — Амана евитлесе панă, вĕсен Мардохей хăй сăмахĕнчен чакнипе чакманнине пĕлес килнĕ.

(5) Мардохей пуç тайманнине, хăйĕн умне ÿксе пуççапманнине курсассăн, Аман тарăхса кайнă, унăн çилли тулса çитнĕ.

(6) Пĕр Мардохее хăйне çеç вĕлерни уншăн питĕ сахал пек туйăннă; ăна ĕнтĕ Мардохей хăш халăх çынни иккенне каласа панă; Аман вара Мардохейĕн пĕтĕм халăхне, Артаксеркс патшалăхĕнчи мĕнпур иудее пĕтерме шут тытнă.

(7) [Мардохей халăхне хăш кунра, хăш уйăхра пĕтермеллине палăртас шутпа] Артаксеркс вуниккĕмĕш çул патшара ларнă чухне, пĕрремĕш уйăхра, нисан ятлă уйăхра, [канаш ирттернĕ,] Аман умĕнче кашни кун тĕлĕшпе, кашни уйăх тĕлĕшпе пур сиктернĕ, урăхла каласан шăпа янă, шăпи вуниккĕмĕш уйăха, адар уйăхне, тухнă.

(8) Аман вара Артаксеркс патшана каланă: сан патшалăхунта çавăн пек пĕр халăх пур, вăл пĕтĕм çĕршывĕпе ытти халăхсем хушшинче саланса-сапаланса пурăнать; вĕсен саккунĕсем пур халăхсен саккунĕсенчен те урăхла, вĕсем патша саккунĕсене итлемеççĕ; патшан вĕсене ахаль хăварма юрамасть.

(9) Патша хирĕç мар пулсассăн, вăл çав халăха пĕтерме хуштăр, эпĕ вара патша хысни валли хыснаçăсен аллине вунă пин талант кĕмĕл виçсе парăп.

(10) Патша ĕнтĕ иудейсене хирĕç çырнă хута пусса çирĕплетме пÿрнинчи çĕррине Амана — Амадаф ывăлне, Агаг çыннине — хывса панă.

(11) Патша Амана каланă: кĕмĕлĕ хăвнах пултăр, халăхĕпе вара мĕн тăвас тетĕн, çавна ту, тенĕ.

(12) Вара пĕрремĕш уйăхăн вунвиççĕмĕш кунĕнче патша çыруçисене чĕнсе илнĕ, вĕсем Аман мĕн хушнине çырса илнĕ, çакна ĕнтĕ патшанăн аслă пуçлăхĕсем патне, кашни çĕр пуçлăхĕ патне, [Индипе Эфиопи хушшинче сарăлса выртакан çĕр çирĕм çичĕ çĕре тытса тăракансем патне,] кашни халăх пуçлăхĕсем патне çитермелле пулнă, çав хута ăçта мĕнле халăх пурăнать, çав халăхăн çырулăхĕпе-чĕлхипе çырнă; пурне те Артаксеркс патша ятĕнчен çырнă, патша çĕррипе пусса çирĕплетнĕ.

(13) Хучĕсене хыпарçăсем урлă салатнă, вĕсен ĕнтĕ пĕтĕм иудее, ватти-вĕттине, ачи-пăчине, хĕрарăмсене пĕр кунра — вуниккĕмĕш уйăхăн, урăхла каласан адар уйăхĕн, вунвиççĕмĕш кунĕнче — пĕтерме, вĕлерме, кăклама, вĕсен пурлăхне тĕппипе çаратма хушакан хута патша çĕрĕнчи кашни кĕтесе çитермелле пулнă. [Çакăн пек хут пулнă вăл: Аслă Артаксеркс патша — Индипе Эфиопи хушшинче сарăлса выртакан çĕр çирĕм çичĕ çĕр пуçлăхне тата вĕсене пăхăнса тăракан вырăнти пуçлăхсене. Чылай халăх патши пулса, пĕтĕм тĕнчене алăра тытса, эпĕ, хамăн вăйăмпа-хăватăмпа мăнаçланмасăр, патшалăха йăвашшăн та лăпкăн тытса пырса, хама пăхăнса тăракан халăхсем яланах савăнăçлă та тату пурăнăçпа пурăнччăр тесе тăрăшатăп, патшалăхăмра вăрçă-харçă ан пултăр, унта пĕр чикĕрен пуçласа тепĕр чикĕ таран çÿреме меллĕ пултăр тесе сăнаса тăратăп, пур халăх та ĕмĕтленекен тăнăçлăх çиттĕр-çирĕплентĕр тетĕп. Хама канаш паракансенчен çакна мĕнле пурнăçламалла-ши, мĕнле тумалла-ши тесе ыйтсан, пирĕн хушшăмăрта хăйĕн ăс-тăнĕпе уйрăлса тăракан, пурте кăмăллакан-хисеплекен çын, пире чунтан парăннăскер, патша хыççăн иккĕмĕш çын шутланаканскер, Аман, пире çапла ăнлантарса пачĕ: тĕнчере пĕтĕм йăх-ăру хушшине пĕр тăшманла халăх хутшăннă иккен, çав халăх хăйĕн саккунĕ-йĕркипе кирек мĕнле халăха та хирĕçлет; çав халăх, эпир тĕп-тĕрĕс те йĕркеллĕ тытса пыракан патшалăх тата ан вăйлантăр тесе, патша хушнине нихăçан та хисеплемест-итлемест. Ĕнтĕ пур çынна та ялан çак пĕртен-пĕр халăх çеç хирĕç тăнине пĕлсен, вĕсем саккунсене хирĕçлекен йĕркесемпе пурăннине пĕлсен, пирĕн патшалăхăмăрта çителĕклĕ пурăнăç ан пултăр тесе, пире хирĕç тăрса тискер ĕçсем тунине пĕлсен, эпир Аман çырăвĕнче, пĕтĕм ĕçсене тĕрĕслесе тăракан, хамăрăн иккĕмĕш аттемĕр Аман çырăвĕнче, кăтартнă çынсене пĕтĕм кил-йышĕпе, ачи-пăчипе вĕлерсе тухма хушрăмăр, вĕсене кăçалхи вуниккĕмĕш уйăхăн, адар уйăхĕн, вунвиççĕмĕш кунĕнче пĕр иккĕленмесĕр, хĕрхенмесĕр хĕçпе вакламалла, тĕппипех пĕтермелле, çавсене — унччен те, халĕ те пире курайман çынсене — пĕр кунра вăйпах çĕр тĕпне çапса антармалла, вара вĕсем пире малашне ĕмĕрĕпе тăнăçлă та телейлĕ пурăнăçпа пурăнма чăрмантараймĕç.]

(14) Çак хушу саккунпа танах шутланнă, çавăнпа та, пурте палăртса хунă куна хатĕрленсе тăччăр тесе, ăна çырса илсе кашни çĕре, кашни халăха пĕлтерсе тухмалла пулнă.

(15) Хыпарçăсем патша хушăвне хăвăрт салатнă. Ăна тĕп хулара, Сузă хулинче те, пĕлтернĕ; патшапа Аман ĕçкĕ-çикĕре ларнă, Сузă хули вара пăлханса-шуйханса ÿкнĕ.

4

(1) Мĕн пулса иртнине пĕлсессĕн, Мардохей çийĕнчи тумтирне туртса çурнă та, хуйхă тумтирĕ тăхăнса, тусанпа сапăнса, хула тăрăх пĕтĕм чун хавалĕпе кăшкăрса [пĕр айăпсăр халăха пĕтереççĕ! тесе] йĕрсе пынă.

(2) Вăл патша хапхи патне çитнĕ [те чарăнса тăнă], мĕншĕн тесессĕн шала хуйхă тумĕпе [тата тусан сапăнса] кĕме юраман.

(3) Ĕнтĕ патша хушăвĕ çитнĕ пур вырăнта та, пур çĕрте те иудейсем хуйха ÿкнĕ, вĕсем типĕ тытнă, йĕнĕ, кăшкăрса макăрнă; нумайăшĕн ĕнтĕ выртса тăран вырăнĕ хуйхă тумтирĕ те тусан пулнă.

(4) Эсфирь патне хăйĕн хĕрарăм тарçисемпе хайранĕсем пынă та ăна пĕтĕмпе каласа панă, вара патша майри шуйхансах ÿкнĕ. Мардохей хуйхă тумне хывса урăххи тăхăнтăр тесе, вăл ун патне тум ăсаттарнă. Анчах Мардохей ăна йышăнман.

(5) Вара Эсфирь патшанăн пĕр хайранне — патша ятарласа ун çумне тăратнă Гафаха — чĕнсе илсе ăна Мардохейрен ыйтса пĕлме янă: мĕн ку, мĕне пула сиксе тухнă ку?

(6) Гафах ĕнтĕ патша хапхи умĕнчи уçă вырăнта ларакан Мардохей патне кайнă.

(7) Мардохей ăна мĕн пулса иртнине пĕтĕмпе каласа панă, иудейсене пĕтерме Аман патшалăх хыснине мĕн чухлĕ кĕмĕл пама пулнине те пĕлтернĕ;

(8) Эсфире кăтартма, ăна пурин çинчен те систерес шутпа, Гафаха вăл Сузă хулинче иудейсене пĕтересси çинчен кăларнă хушăва çырса илнине парса янă; Мардохей тата Эсфире патша патне кайма хушнă: вăл ун умĕнче хăй халăхне хÿтĕлетĕр, хăй халăхне хĕрхенме тархаслатăр, [ман килĕмре, ман хÿтлĕхĕмре мана итлесе пурăннă кунсене аса илтĕр вăл, халь Аман, патша хыççăнхи иккĕмĕш çын, пире вĕлермелле айăпларĕ, Эсфирь Çÿлхуçана тархаслатăр, пирĕн çинчен патшана калатăр, пире вилĕмрен çăлса хăвартăр].

(9) Гафах каялла килнĕ те Эсфире Мардохей сăмахĕсене каласа панă.

(10) Эсфирь ĕнтĕ Гафаха Мардохей патне çапла калама янă:

(11) патша таврашĕнче ĕçлекенсем те, патша çĕрĕнчи халăхсем те пурте пĕлсе тăраççĕ: патша чĕнмесĕр унăн шалти картишне кĕнĕ кирек мĕнле арçынна та, кирек мĕнле хĕрарăма та пĕр айăп кĕтет — вилĕм; патша хăйĕн ылтăн туйине кам енне тăсать — çавă çеç чĕрĕ юлать. Мана вара патша патне вăтăр кун чĕнмен.

(12) Мардохее Эсфирь сăмахне пĕлтернĕ.

(13) Мардохей Эсфире хуравласа каланă: эсĕ, пĕтĕм иудейсенчен пĕри, унта, патша керменĕнче, çăлăнса юлăп-ха тесе ан шутла.

(14) Çак вăхăтра эсĕ нимĕн те каламасан, иудейсем валли çăлăнăçпа ирĕклĕх урăх çĕртен çитĕ, эсĕ вара пĕтетĕн, аçу килĕ те пĕтĕ. Кам пĕлет, çак вăхăтра, тен, эсĕ ахальтен мар патша майри пулма тивĕçрĕн? тенĕ Мардохей.

(15) Эсфирь Мардохее çапла хуравласа каланă:

(16) кай та Сузă хулинчи пĕтĕм иудее пуçтар, вара маншăн типĕ тытăр, виçĕ кун хушши кăнтăрла та, çĕрле те ан çийĕр, ан ĕçĕр, эпĕ те хамăн хĕрарăм тарçăсемпе пĕрле типĕ тытăп, кайран патша патне кайăп, ку ĕнтĕ йĕркене хирĕç туни пулсан та кайăп, вилес пулсан — вилĕп, тенĕ.

(17) Мардохей вара кайнă та Эсфирь хушнă пек тунă. [Вăл Çÿлхуçана кĕлтунă, Çÿлхуçанăн пĕтĕм ĕçне асăна-асăна тархасланă: Çÿлхуçамăм, Çÿлхуçамăм, Патшамăм, Пурне те Тытса Тăракан Туррăм! Пурте Санăн аллунта, Эсĕ Израиле çăлас тесен, Сана никам та хирĕç пулаймĕ; Эсĕ тÿпепе çĕре, тÿпе айĕнчи пĕтĕм кĕтрете пултарнă; Эсĕ — пуринĕн Çÿлхуçи, Сана, Çÿлхуçана, хирĕç тăма пултаракан никам та çук. Эсĕ пурне те пĕлетĕн; эпĕ мухтава юратакан Амана пуççапмарăм, Çÿлхуçамăм, эпĕ мĕншĕн çапла тунине Эсĕ пĕлетĕн, эпĕ çакна çынна кÿрентерес тесе туман, мăнаçланнипе те, чыса кăмăлланипе те туман, Израиле çăласшăн эпĕ Аман ури йĕррине хаваспах чуптунă пулăттăм; эпĕ çакна этем чапне Турă чапĕнчен çÿле хурас мар тесе, Сансăр, Çÿлхуçамăмсăр, пуçне никама та пуççапас мар тесе турăм; эп куна мăнаçланнипе тумастăп. Халĕ те, Çÿлхуçа Туррăм, Патша, Авраам Турри, Хăвăн халăхна хĕрхенсем — ĕнтĕ пире пĕтерме, Санăн ĕмĕрхи еткерне кăклама каварлашаççĕ; Хăвăн халăхна ан пăрах, Эсĕ ăна Египет çĕрĕнчен Хăвăн валли çăлса тухрăн; манăн кĕллĕме илтсем, Хăвăн еткерне хĕрхенсем, хура-шур вырăнне савăнăç парсам пире; пирĕн, чĕрĕ юлса, Санăн ятна мухтаса юрласчĕ, Çÿлхуçамăм, Хăвна мухтакана ан пĕтерсем! тенĕ Марходей. Пĕтĕм Израиль халăхĕ те чун-чĕререн тархасланă, мĕншĕн тесессĕн хăйсен вилĕмĕ куç умĕнчех тăнă. Вилесле хуйха ÿкнĕ патша майри Эсфирь те Çÿлхуçана тилмĕрнĕ, чаплă тумне хывса пăрахса хуйхăпа куççуль тумтирĕ тăхăннă, тем тĕрлĕ паха сĕрĕшсем вырăнне пуçĕ çине кĕлпе тусан сапнă, хăйĕн ÿт-пĕвне хавшатнă, унччен, хаваслă вăхăтра, эрешлетсе илемлетнĕ сăнне сапаланă çÿçĕпе хупăрласа Çÿлхуçана, Израиль Туррине, кĕлтунă: эй Çÿлхуçамăм! Пирĕн Патша — пĕртен-пĕр Эсĕ; эпĕ — тăр-пĕччен, Сансăр пуçне манăн пулăшаканăм çук, пулăшсам мана: манăн инкекĕм хампа юнашарах. Эй Çÿлхуçамăм, эпĕ аттем тата хамăн ăрури тăванăмсем çапла каланине илтнĕччĕ: Эсĕ, Çÿлхуçамăм, пур халăхсем хушшинчен Израиле, пур несĕлсенчен вара пирĕн аттесене ĕмĕрхи еткере суйласа илнĕ, вĕсем валли Хăв вĕсене мĕн каланине тунă. Эпир халĕ Санăн умунта çылăха кĕтĕмĕр, эпир хамăр тăшмансен туррисене мухтарăмăр, çавăнпа Эсĕ пире вĕсен аллине патăн: эй Çÿлхуçа, Эсĕ яланах тĕрĕс тăватăн! Халĕ вĕсене эпир хăрушă чуралăхра пурăнни çитмест, вĕсем ĕнтĕ хăйсен йĕрĕхĕсене тупа турĕç — вĕсем Санăн ÿкĕтне аркатасшăн, Санăн еткерне тĕп тăвасшăн, Сана мухтаса юрлакансен çăварне хупласшăн, Санăн Çуртун чапне, Сана парне кÿмелли вырăнăн чапне сÿнтересшĕн, халăхсене суя турăсене мухтаттарасшăн, ĕнтĕ этем-патшана ĕмĕр-ĕмĕрĕпе аслăласшăн. Эй Çÿлхуçа, Хăвăн туюна çук турăсене ан пар, эпир пĕтессе хавасланса ан кĕтчĕр, хăйсен каварне хăйсем çинех яр, пирĕн çинчен элеклекене мăшкăл кăтарт. Аса илсем пире, Çÿлхуçамăр! çак асаплă вăхăтра курăнсамччĕ пире, мана хастарлăх парсамччĕ. Турăсенĕн Патши, пĕтĕм пуçлăхсенĕн Хуçи! çав арăслан умĕнче калаçма ман чĕлхем-çăварăма çаврăнăçуллă сăмах парсамччĕ, унăн чĕрине пире пĕтерме шутлакана курайми тусамччĕ, çав элекçĕпе ун майлисем хăйсем пĕтчĕр; пире Хăвăн аллупа çăлса хăварсамччĕ, мана та, пĕчченскере, пулăшсамччĕ, эй Çÿлхуçамăм, Сансăр пуçне пулăшаканăм çук манăн! Эсĕ пурне те пĕлсе-курса тăратăн, эпĕ йĕркесĕр çынсен чапне курайманнине, ÿт кастарманнисен вырăнĕнчен, кирек мĕнле ют халăх ывăлĕсен вырăнĕнчен йĕрĕннине пĕлетĕн; Эсĕ манăн пурăнăç мĕншĕн çакăн пек пулнине пĕлетĕн, эпĕ халăх умне курăннă чухне пуçăма чап палли тăхăнатăп, хам вара йĕрĕнетĕп çав чап паллинчен — юнпа вараланнă тумтиртен йĕрĕннĕ пек йĕрĕнетĕп, пĕччен чухне, ахаль чухне тăхăнмастăп ăна. Эпĕ, Санăн чуру, Аман ĕçки-çикине тутанса пăхман, патша ĕçки-çикине те хисеплемен эпĕ, суя турăсене парне кÿнĕ эрехе те тутанман, шăпам улшăннăранпа Санăн чуру савăнса курман, Çÿлхуçа, Авраам Турри, эпĕ пĕр Саншăн çеç савăнатăп. Пурне те пăхăнтарса тăракан Турă! шанчăк çухатнисен сассине илтсемччĕ, пире усал сунакансен аллинчен çăлсамччĕ, мана хăрасси-шикленессинчен хăтарсамччĕ.]

5

(1) Виççĕмĕш кунне Эсфирь, [кĕлтума пăрахса, хуйхă тумне хывса,] патша тумне тăхăннă, [вара капăр та селĕмскер, Пурне те Курса Тăракан Турра, Çăлакана чĕнсе, хăйпе пĕрле икĕ хĕрарăм тарçине илнĕ, ачашлăхпа лăпсăр кайнă пек туса, пĕрин çине тайăннă, тепĕр тарçи вара хыçалтан унăн тумĕ аркине тытса пынă. Илемĕ чечекленсе çитнĕрен Эсфирь ытарайми хÿхĕм пулнă, пичĕ-куçĕ, юратупа çуталса тăнă евĕр, хаваслă курăннă, чĕри вара хăранипе сиксе чĕтренĕ]. Вăл патша керменĕн шалти картишĕнче, патша керменĕ умĕнчех, чарăнса тăнă; патша вара хăйĕн аслă пуканĕ çинче, патша керменĕнче, шăпах кермене кĕмелли алăк еннелле пăхса ларнă, [ылтăн сăрнă, хаклă чулсемпе эрешленĕ тум тăхăннăскер, вăл питĕ хăрушшăн курăннă]. Картишĕнче тăракан Эсфире курсассăн, патша кăмăлĕ çемçелнĕ. [Мухтавпа çиçекен сăн-питлĕскер, вăл малтан хаяррăн пăхса илнĕ; патша майри шанчăкне çухатса шуйханса ÿкнĕ, вăйран сулăннипе унăн сăнĕ-пичĕ те улшăннă, вăл хăйпе юнашар пыракан хĕрарăм тарçă çумне тайăннă. Турă вара патша кăмăлне йăвашлатнă, вăл васкасах хăйĕн аслă пуканĕ çинчен тăнă та тăна кĕреймен Эсфире ыталаса илнĕ. Кайран ăна ачаш сăмахсемпе йăпатнă: мĕн пулчĕ сана, Эсфирь? Эпĕ — санăн тăвану! ан хăра, вилместĕн эсĕ: эпир патшалăха пĕрле тытса тăратпăр; кил кунта, тенĕ.]

(2) Патша ĕнтĕ аллинчи ылтăн туйине Эсфирь енне тăснă, Эсфирь пынă та туя вĕçне сĕртĕннĕ, [патша вара туйине ун мăйĕ çине хунă та Эсфире чуптуса: кала мана, тенĕ. Эсфирь каланă: хуçамăм, эпĕ сан вырăнта Турă Ангелне курнă пекех пултăм, санăн мухтаву умĕнче хăранипе чĕрем чĕтресе кайрĕ; хуçамăм, эсĕ тĕлĕнмелле аслă, санăн пит-куçу тулли тивлет, тенĕ. Анчах та çак калаçу вăхăтĕнче Эсфирь вăйран кайса ÿкнĕ; патша аптăраса кайнă, унăн пур тарçи Эсфире йăпатнă].

(3) Патша ăна каланă: мĕн кирлĕччĕ сана, Эсфирь, эсĕ мĕн ыйтасшăн? Çур патшалăх ыйтсассăн та парăп сана, тенĕ.

(4) Эсфирь хуравласа каланă: [паян уяв кунĕ маншăн;] эпĕ паян патша ячĕпе ĕçкĕ-çикĕ хатĕрлерĕм, кăмăлĕ пулсан, патша Аманпа пĕрле çавăнта пытăрччĕ, тенĕ.

(5) Патша каланă: Эсфирь ыйтнă пек тăвас, çавăнпа часрах Амана чĕнсе килĕр, тенĕ. Вара патша Аманпа пĕрле Эсфирь хатĕрленĕ ĕçке-çике пынă.

(6) Эрех ĕçнĕ чухне патша Эсфире каланă: сана мĕн кирлĕччĕ? Сана кирли пĕтĕмпе пулĕ; эсĕ мĕн ыйтасшăнччĕ? Çур патшалăх ыйтсассăн та, пурте пулĕ сана, тенĕ.

(7) Эсфирь çапла хуравласа каланă: мана акă мĕн кирлĕччĕ, эпĕ акă мĕн ыйтасшăнччĕ:

(8) эпĕ патша умĕнче кăмăл тупрăм пулсан, патша мана мĕн кирлине тума, эпĕ мĕн ыйтнине пурăнăçлама кăмăллă пулсан, вăл [ыран та] Аманпа пĕрле ман патăма килтĕрччĕ, эпĕ вĕсен ячĕпе ĕçкĕ-çикĕ хатĕрлесе хурăп, ыран вара патша хушнине тăвăп, тенĕ.

(9) Аман çав кун патша керменĕнчен хаваслă та кăмăллă тухнă. Анчах та патша хапхи умĕнче ларакан Мардохее курсан, лешĕ ун умĕнче ура çине те тăманнине, вырăнтан та сикменнине курсан, Аманăн ĕнтĕ çилли тулса çитнĕ.

(10) Çавах Аман хăйне хăй тытса чарнă. Киле çитсен вара тусĕсене тата арăмне, Зерешь ятлăскерне, чĕнме хушнă.

(11) Аман вĕсене хăйĕн шутсăр-сумсăр мулĕ çинчен, ывăлĕсен йышĕ çинчен, патша ăна мĕнлерех асла хурса чаплă улпутсемпе патша çумĕнчи ытти çынсенчен çÿле çĕклени çинчен каласа панă.

(12) Каланă Аман: авă патша майри Эсфирь те хăйĕн ĕçки-çикине патшапа мансăр пуçне урăх никама та чĕнмерĕ, мана унта ыран та патшапа пĕрле пыма чĕнчĕç.

(13) Анчах та Мардохей иудей паян кун та патша хапхи умĕнче ларнине курсан, мана çав тĕрлĕ чыс та çырлахтараймасть, тенĕ.

(14) Арăмĕ, Зерешь, тата тусĕсем каланă ăна: аллă чике çÿллĕш юпа лартчăр, ирхине патшана кала, Мардохее çав юпаран çакчăр, ун хыççăн вара хавассăн патшапа пĕрле ĕçкеçике уттар, тенĕ. Çак сĕнÿ Амана килĕшнĕ, вăл вара юпа лартма хушнă.

6

(1) Çав каç Çÿлхуçа патшана ыйхă паман, патша вара [тарçине] асра тытмалли ĕçсем çинчен çырса пыракан кĕнекене, урăхла каласан Çулсеренхи кĕнекене, илсе килме хушнă; ĕнтĕ ăна патша умĕнче вуланă.

(2) Унта Мардохей патшанăн икĕ хайранне — алăк урати сыхлакан Гавафăна тата Фаррана, Артаксеркс патшана вĕлерме каварлашнăскерсене — тăрă шыв çине кăларни çинчен те çырнă пулнă.

(3) Ыйтнă патша: çакăншăн Мардохее мĕнле хисеп тунă, ун ĕçне мĕнле палăртса хăварнă? тенĕ. Патшана пăхакансем: ăна нимĕнле те палăртман, тенĕ.

(4) [Шăпах патша Мардохейĕн ырă ĕçĕ çинчен ыйтса пĕлнĕ вăхăтра кермен картишне Аман çитнĕ,] вара патша: картишĕнче кам унта? тенĕ. Аман ун чухне патша çурчĕн тулти картишне патшапа калаçма килнĕ, вăл ĕнтĕ патша Мардохее çакса вĕлерме хуштăр тенĕ, çакăн валли унăн юпа та хатĕр пулнă.

(5) Патшана тарçисем каланă: авă картишĕнче Аман тăрать, тенĕ. Патша: кĕтĕр вăл, тенĕ.

(6) Аман шала кĕнĕ. Патша каланă ăна: патша пĕр-пĕр çынна хисеп-чыс кăтартма шутланă пулсан мĕн тумалла? тенĕ. Аман хăй ăшĕнче «мансăр пуçне патша тата урăх кама хисеп тума пултартăр?» тесе шутласа илнĕ.

(7) Вара Аман патшана çапла каланă: патша хисеп-чыс тума шутланă çын валли

(8) патша тăхăнакан тум илсе килччĕр, патша утланса çÿрекен урхамах çавăтса килччĕр, ун пуçне патша пуçкăшăльне тăхăнтартчăр,

(9) çав тума, çав урхамаха патшанăн чи çывăх улпутĕнчен пĕрне паччăр — вара патша чыслама шутланă этеме çав тума тăхăнтартчăр та, урхамах çине лартса, хула варрине илсе тухчăр, унтан ун умĕнчен кăшкăрса пыччăр: патша чыслама шут тытнă çынна акă епле хисеплеççĕ! тетчĕр.

(10) Патша Амана каланă: [лайăх каларăн эсĕ;] ху каланă пек ту, халех тумтирпе урхамах ил те патша хапхи умĕнче ларакан Мардохей иудее çавăн пек чысла; ху каланинчен нимĕн те сиктерсе ан хăвар.

(11) Аман вара тумтирпе урхамах илнĕ те Мардохее çав тума тăхăнтартса, урхамах çине лартса хула варрине илсе тухнă, ун умĕнчен: патша чыслама шут тытнă çынна акă епле хисеплеççĕ! тесе кăшкăрса пынă.

(12) Мардохей каялла патша хапхи патне таврăннă, Аман вара пусăрăнчăк кăмăлпа, пуçне хупласа, килне васканă.

(13) Мĕн пулса иртнине вăл арăмне, Зерешь ятлăскерне, тата хăйĕн мĕнпур тусне каласа панă. Ăсчахсем тата арăмĕ, Зерешь, каланă ăна: Мардохей иудей çынни пулсан, сан инкекÿсем ăна пула пуçланчĕç пулсан, эсĕ ăна çĕнтереймĕн, вăл сана пĕтерет пулĕ, [мĕншĕн тесессĕн унпа пĕрле чĕрĕ Турă,] тенĕ.

(14) Вĕсем калаçнă хушăра патша хайранĕсем çитнĕ те Амана Эсфирь хатĕрленĕ ĕçке-çике васкатма пуçланă.

7

(1) Патшапа Аман вара патша майри Эсфирь патне ĕçме-çиме пынă.

(2) Çак иккĕмĕш кунĕнче те, ĕçкĕ-çикĕ вăхăтĕнче, патша Эсфире унчченхи пекех каланă: Эсфирь, сана мĕн кирлĕччĕ? саншăн пурĕ те пулĕ; эсĕ мĕн ыйтасшăнччĕ? çур патшалăх ыйтсассăн та, парăп сана, тенĕ.

(3) Патша майри Эсфирь ăна çапла хуравласа каланă: патша, эпĕ санăн куçу умĕнче кăмăллă пултăм пулсассăн, патшаран ыйтма юрать пулсассăн, манăн пурăнăçа сыхласа хăварччăр — эпĕ çакăн çинчен ыйтатăп! Манăн халăхăма сыхласа хăварччăр — эпĕ çакăншăн тархаслатăп!

(4) Мĕншĕн тесессĕн пире — мана та, манăн халăхăма та — вĕлерме, пĕтерме, кăклама сутнă! Пире чуралăха сутнă пулсассăн, пире чурасем тунă пулсассăн, эпĕ шарламан пулăттăм — çавăн пек инкекшĕн те патшана чăрмантарман пулăттăм!

(5) Артаксеркс патша Эсфире хуравласа каланă: хăй чĕринче çавăн евĕрлĕ усал шухăш тытма хăйнă çын кам вара вăл, ăçта вăл?

(6) Каланă Эсфирь: тăшман, хур тăвакан — ак çакă усал Аман! тенĕ. Аман вара патшапа патша майри умĕнче сехĕрленсе ÿкнĕ.

(7) Çиллине шăнараймасăр, патша ĕçсе-çисе ларнă çĕртен кермен çумĕнчи сат пахчине тухнă; Аман ĕнтĕ, хăйне патшаран мĕнлерех шăпа кĕтнине ăнкарса, патша майрине Эсфире тархаслама юлнă, вăл хăйне чĕрĕ хăварма йăлăннă.

(8) Патша кермен çумĕнчи сат пахчинчен ĕçкĕ-çикĕ ирттерекен çурта таврăннă самантра Аман, Эсфирь выртакан вырăн çумнех тĕршĕнсе, ăна йăлăннă пулнă. Каланă патша: вăл тата ман çуртăмрах патша майрине пусмăрласшăн! тенĕ. Çапла сăмах тухнă çеç патша çăварĕнчен — патша çыннисем тÿрех Аман питне хупланă.

(9) Патша хайранĕсенчен пĕри — Харбона — каланă: акă Аман килĕ умĕнче аллă чике çÿллĕш юпа ларать, вăл ăна патшана ырă тунă Мардохей валли хатĕрленĕ, тенĕ. Патша вара: çавăнтан çакăр та ăна! тенĕ.

(10) Амана вара хăй Мардохей валли хатĕрленĕ юпаранах çакнă. Патша çилли тинех пусарăннă.

8

(1) Çав кун Артаксеркс патша иудейсен тăшманĕн Аманăн çуртне патша майрине Эсфире панă; Мардохей ĕнтĕ патша умне тăнă, мĕншĕн тесессĕн Эсфирь вăл хăйĕн тăванĕ пулнине каласа панă.

(2) Патша Аманран туртса илнĕ çĕррине хывнă та ăна Мардохее панă; Эсфирь вара Мардохее Аман çуртне пăхса тăраканĕ тунă.

(3) Эсфирь каллех патшана тархасланă, ун ури умне ÿксе, куççульпе макăрса Агаг çыннин Аманăн усаллăхне, унăн иудейсене хирĕç тытнă тĕллевне пăрахăçлама йăлăннă.

(4) Патша Эсфирь енне ылтăн туйине тăснă; Эсфирь ура çине тăнă та патша умĕнче каланă:

(5) патша хирĕç мар пулсассăн, эпĕ патша умĕнче кăмăллă пултăм пулсассăн, çак ĕç патша сăнĕ умĕнче тÿрĕ ĕç пулсассăн, эпĕ унăн куçне килĕшетĕп пулсассăн, Аман — Амадаф ывăлĕ, Агаг çынни — пĕтĕм патша çĕрне салатнă хута, иудейсене вĕлерме хушса çырнă хута, каялла тавăрмалла тесе çырса ятăрччĕ;

(6) ара, ман халăхăма кĕтекен инкек-синкеке мĕнле курса тăраяс манăн, тăванăмсем вилнине мĕнле чăтса тăраяс? тенĕ.

(7) Артаксеркс патша Эсфире, патша майрине, тата иудей çыннине Мардохее каланă: акă эпĕ Аман çуртне Эсфире патăм, аллине иудейсем çине çĕкленĕшĕн ăна хăйне юпаран çакса вĕлерчĕç;

(8) эсир те иудейсем çинчен çырса ярăр, патша ятĕнчен иудеисем çинчен мен çырас тетĕр, çавна çырăр, çырăвне патша çĕррипе пусса çирĕплетĕр, мĕншĕн тесессĕн патша ячĕпе çырнă, ун çĕррипе пусса çирĕплетнĕ çырăва улăштарма юрамасть, тенĕ.

(9) Вара виççĕмĕш уйăхăн, урăхла каласан сиван уйăхĕн, çирĕм виççĕмĕш кунĕнче патша çыруçисене чĕнтернĕ, ĕнтĕ вĕсем Мардохей мĕнле хушнă, пурне те çавăн пек çырнă, хутне иудейсем патне, аслă пуçлăхсем патне, кашни çĕр пуçлăхĕ патне, Индипе Эфиопи хушшинче сарăлса выртакан çĕр çирĕм çичĕ çĕре тытса тăракансем патне çырнă, ăна ăçта мĕнле халăх пурăнать, çав халăхăн çырулăхĕпе-чĕлхипе çырнă, иудейсем патне те вĕсен çырулăхĕпе-чĕлхипе çырса янă.

(10) Мардохей ăна Артаксеркс патша ячĕпе çырнă, патша çĕррипе пусса çирĕплетнĕ, кайран çав çырусене хыпарçăсем урлă салатнă, лешĕсем патша учĕпе, пĕр курпунлă тĕвепе тата ашакла лашапа çула тухнă.

(11) Çав çырура патша иудейсене харпăр хăй пурăнакан хулара пĕрле пуçтарăнса хăйсен пурăнăçне хÿтĕлеме ирĕк панă: ĕнтĕ пуçтарăнччăр та вĕсем çак çĕрти халăхсем хушшинчи мĕнпур вăйлă çынсене, хăйсемпе тăшманла хирĕçекенсене, вĕсенĕн ачисене те, арăмĕсене те пĕтĕмпе тĕп туса вĕлерсе пĕтерсе тухчăр, вĕсен кил-çурчĕсене çаратса аркатчăр,

(12) çакна вĕсем пĕтĕм Артаксеркс патша çĕрĕнче пĕр кунра, вуниккĕмĕш уйăхăн, урăхла каласан адар уйăхĕн, вунвиççĕмĕш кунĕнче, туччăр, тенĕ. [Çакăн пек хушу пулнă вăл: аслă Артаксеркс патша Индипе Эфиопи хушшинчи çĕр çирĕм çичĕ çĕре тытса тăракансене тата пире ырă сунакан пуçлăхсене — савăнма. Нумайăшĕ пирĕн хуçасем ытла та ырă пулнипе хисеп-чыс илсе тултарнăран ытлашшипех мăна тухрĕ, пире пăхăнса тăракан ахаль çынсене çеç мар усал тума тăрăшаççĕ вĕсем, хăйсен мăн кăмăлне тăрантараймасăр, хăйсене ырă тăвакан хуçисене те сăтăр тăвасшăн вĕсем, пархатарлă пулма пĕлменни çеç мар, ăсран тайăлнă пек, хăйсен чапĕпе каппайланса усалла шухăшлаççĕ, яланах пурне те курса тăракан Турă сутĕнчен хăтăлма шутлаççĕ. Нумайăшĕ, пысăк влаçлисем, хăйсене шанакан тусĕсен ĕçĕсене туса пырас вырăнне, тăтăшах вĕсене усал канаш парса-ĕнентерсе, айăпсăр юн тăкакан тăваççĕ, патшалăха тытса пыракансене — таса та ырă шухăшлă çынсене — чеен улталаса пырса кайран юсама май çук инкек-синкек тума хĕтĕртеççĕ. Эпир каларăмăр ĕнтĕ, çакна авалхи ĕçсенчен мар, ытларах паян сирĕн умăрта влаçпа тискерле хуçаланакан йĕркесĕр çынсен ĕçĕсенчен куратпăр. Çавăнпа малашлăх çинчен шухăшлар, пирĕн патшалăхăмăрта пурте тăнăçлă та савăнăçлă пурăнччăр, улшăнусем ан пулччăр, тумалли ĕçсене кирлĕ пек тĕплĕ те асăрхануллă тăвар. Авă Амадаф ывăлĕ Аман — Македони çынни, Перси юнĕшĕн чăннипе те ют çын — пирĕн тÿрĕлĕхрен питех те аякра тăраканскер, пирĕн хăна пулчĕ, эпир кирек мĕнле халăха та кăмăлланă пек, ăна пурте чун-чĕререн хапăлларĕç, ăна пирĕн атте вырăннех хучĕç, ăна патша çумĕнчи иккĕмĕш çын вырăнне картса чысларĕç; анчах та вăл, мăн кăмăлне пусараймасăр, пире влаçсăр та чунсăр тăратса хăварма шутларĕ, пире çăлакана, яланах ырă тăвакан Мардохее тата патшалăха пĕрле тытса тăракан айăпсăр Эсфире те вĕсен пĕтĕм халăхĕпе пĕрле тĕрлĕрен чее те усал мелсемпе пĕтересшĕн пулчĕ. Çапла туса вăл пире çынсăр тăратса хăварма, Перси патшалăхне Македони халăхне пама шут тытнă. Эпир вара çав чунилли пĕтерме шутланă иудейсене усал халăх тесе шутламастпăр, эпир вĕсене чи тÿрĕ саккунпа пурăнакансем вырăнне, Çÿлти Турă, аслăран та аслă, чĕрĕ Турă ывăлĕсем вырăнне хуратпăр, çак Турă ĕнтĕ пире тата пирĕн мăн асаттесене пахаран та паха патшалăх панă. Çавăнпа та эсир Амадаф Аманĕ янă çырура мĕн хушнине пурăнăçламасан лайăх тăватăр, мĕншĕн тесессĕн ăна, çавăн пек хăтланнăскере, Пурне те Тытса Тăракан Турă часах тивĕçлĕ сут тунă, ăна Турă ирĕкĕпе Сузă хапхи умĕнче пĕтĕм кил-йышĕпе çакса вĕлернĕ. Çак хушăва курăнмалла уçă вырăна çакăр, иудейсене хăйсен саккунĕпе пурăнма ан чăрмантарăр, шăп çав кун, вуниккĕмĕш уйăхăн, адар уйăхĕн, вунвиççĕмĕш кунĕнче, вĕсем хăйсене йывăр вăхăтра тапăнакан тăшманĕсене тавăрасшăн пулĕç, пулăшăр вĕсене. Пурне те Тытса Тăракан Турă ĕнтĕ суйласа илнĕ йăха пĕтерес вырăнне ăна çавăн пек савăнăç кÿчĕ. Эсир те çак аслă куна хăвăрăн чаплă уявăрсен шутне кĕртсе ăна хаваслă ирттерĕр, вăл халĕ те, кайран та çавăн чухне пирĕн валли тата пире ырă сунакан Перси çыннисем валли çăлăнăç килнине аса илтерсе тăтăр, пире хирĕç каварлашнисем валли вилĕм килнине аса илтерсе тăтăр. Çакна итлемен-пурăнăçламан кирек мĕнле хулана та, кирек мĕнле çĕре те пĕр хĕрхенмесĕр хĕçпе те вутпа тĕп тумалла, кайран унта этем пурăнма мар, вăл вырăнтан тискер кайăксем те ĕмĕрĕпе йĕрĕнччĕр.]

(13) Палăртнă кун тĕлне иудейсем хăйсен тăшманĕсене тавăрма хатĕр тăччăр тесе çак хушăва, саккунпа танах шутланаканскере, пур çĕре те çитермелле, пур халăхсене те пĕлтермелле пулнă.

(14) Хыпарçăсем, патшан вичкĕн учĕсемпе кайса, патша хутне хăвăрт та васкаварлă çитернĕ. Патша хушăвне тĕп хулара, Сузă хулинче те, пĕлтернĕ.

(15) Патша патĕнчен Мардохей хĕрхĕлтĕм çăмран тата çÿхе йĕтĕн пирĕнчен тунă патша тумĕпе, йĕпкĕн хĕрлĕ виссон юпăнчăпа, ылтăнран тунă пысăк пуçкăшăльпе тухнă. Сузă хули вара савăнса-хĕпĕртесе ÿкнĕ.

(16) Çавăн чухне иудейсен килĕсенче çутă çуннă, унта хаваслăх, савăнăç тата уяв çитнĕ.

(17) Патша хушăвĕ çитнĕ кирек хăш çĕрте те, кирек хăш хулара та, кирек хăш кĕтесре те иудейсем савăннă-хĕпĕртенĕ, вĕсем ĕçкĕ-çикĕ, уяв ирттернĕ. Çавăн чухне çĕршыври чылай халăх иудее куçнă, мĕншĕн тесессĕн вĕсем иудейсем умĕнче хăраса ÿкнĕ.

9

(1) Вуниккĕмĕш уйăхăн, урăхла каласан адар уйăхĕн, вунвиççĕмĕш кунĕнче, — патша хушăвне пурăнăçлама вăхăт çитнĕ кун, иудейсене тăшманĕсем пăхăнтарма шутласа хунă кун, — пачах урăхла пулса тухнă, иудейсем хăйсем çĕнтернĕ, пĕтĕм тăшманне парăнтарнă.

(2) Çавăн чухне Артаксеркс патшан пĕтĕм çĕрĕнчи хуласенче иудейсем хăйсене усал сунакансене пĕтерме пĕрле пуçтарăннă; вĕсен умĕнче никам та чăтса тăрайман, мĕншĕн тесессĕн халăхсем пурте вĕсенчен хăраса-сехĕрленсе ÿкнĕ.

(3) Вырăнти улпутсем, сатрапсем, аслă пуçлăхсем тата патша ĕçĕсене туса тăракансем пурте иудейсем майлă пулнă, мĕншĕн тесессĕн вĕсем Мардохейрен хăраса ÿкнĕ.

(4) Мардохей ĕнтĕ патша çуртĕнче аслă çын шутланнă, унăн чапĕ пĕтĕм çĕр тăрăх сарăлнă, Мардохей çÿлерен çÿле çĕкленнĕ.

(5) Иудейсем вара хăйсен пĕтĕм тăшманне пĕтернĕ, вĕсене хĕçпе вакланă, вĕлернĕ, кăкланă, тăшманĕсене мĕн тăвас тенĕ, çавна тунă.

(6) Тĕп хулара, Сузă хулинче, иудейсем пилĕкçĕр çынна вĕлернĕ;

(7) тата вĕсем Паршандафăна, Далфона, Асфафăна,

(8) Порафăна, Адальяна, Аридафăна,

(9) Пармашфăна, Арисая, Аридая, Ваиезафăна вĕлернĕ —

(10) çак çынсем иудейсен тăшманĕн, Амидаф ывăлĕн Аманăн, вунă ывăлĕ пулнă. Иудейсем вĕлерме вĕлернĕ, анчах вĕсем аллине çаратупа вараламан.

(11) Çав кунах тĕп хулара, Сузă хулинче, мĕн чухлĕ çын вĕлернине патшана пĕлтернĕ.

(12) Патша Эсфире, патша майрине, каланă: тĕп хулара иудейсем пилĕкçĕр çынна тата Аманăн вунă ывăлне вĕлернĕ; патшан ытти çĕрĕсенче мĕн тунă вĕсем? Сана мĕн кирлĕ? сана мĕн кирли пурăнăçланĕ. Эсĕ тата мĕн ыйтатăн? вăл та пулать, тенĕ.

(13) Эсфирь каланă ăна: патша хирĕç мар пулсассăн, Сузă хулинче пурăнакан иудейсем ыран та паян тунинех туччăр, Аманăн вунă ывăлне вара юпаран çакчăр, тенĕ.

(14) Патша ĕнтĕ çавăн пек тума хушнă; çак хушăва Сузă хулинче пĕлтернĕ, Аманăн вунă ывăлне вара юпаран çакнă.

(15) Сузă хулинче пурăнакан иудейсем адар уйăхĕн вунтăваттăмĕш кунĕнче те пуçтарăннă, унта вĕсем çичçĕр çынна вĕлернĕ, анчах аллине çаратупа вараламан.

(16) Патшалăхра ытти çĕрте пурăнакан иудейсем те хăйсен пурăнăçне хÿтĕлеме, хăйсен тăшманĕсенчен хăтăлма пĕрле пуçтарăннă, вĕсем çитмĕл пилĕк пин тăшмана пĕтернĕ, анчах аллине çаратупа вараламан.

(17) Çакă адар уйăхĕн вунвиççĕмĕш кунĕнче пулса иртнĕ; çак уйăхăн вунтăваттăмĕш кунĕнче вара вĕсем лăпланнă та ăна ĕçкĕ-çикĕпе савăнăç кунĕ тунă.

(18) Сузă хулинче пурăнакан иудейсем вара çав уйăхăн вунвиççĕмĕш кунĕнче те, вунтăваттăмĕш кунĕнче те пуçтарăннă, вунпиллĕкмĕш кунĕнче вара лăпланнă та ăна ĕçкĕ-çикĕпе савăнăç кунĕ тунă.

(19) Çавăнпа та ялсенче, уçă вырăнсенче пурăнакан иудейсем адар уйăхĕн вунтăваттăмĕш кунĕнче уяв тăваççĕ, ĕçкĕ-çикĕ туса савăнаççĕ, пĕр-пĕрне парне параççĕ; [хуласенче пурăнакансем вара адар уйăхĕн вунпиллĕкмĕш кунĕнче те савăнаççĕ, уяв тăваççĕ; çывăх çыннисене парне параççĕ].

(20) Мардохей вара Артаксеркс патша çĕрĕнче пурăнакан иудейсем патне — çывăхрисем патне те, аякрисем патне те — çак ĕç çинчен çыру çырса янă,

(21) вăл иудейсене кашни çулах адар уйăхĕн вунтăваттăмĕш тата вунпиллĕкмĕш кунĕсенче уяв ирттерме хушнă,

(22) мĕншĕн тесессĕн çак кунсенче иудейсем хăйсен тăшманĕсенчен хăтăлнă, мĕншĕн тесессĕн çав уйăхра вĕсем патне хурлану вырăнне савăнăç, хуйхă-суйхă вырăнне уяв кунĕ çитнĕ, çавăнпа çак кунсене ĕçкĕ-çикĕ те савăнăç кунĕсем туччăр, пĕр-пĕрне парне паччăр, кĕлмĕçсене пушă алăпа ан яччăр.

(23) Вара иудейсем, хăйсем те шăпах çавăн пек тума пуçланăскерсем, Мардохей çырса янине хапăл тунă.

(24) Аман — Амадаф ывăлĕ, Агаг çынни, мĕнпур иудейсен тăшманĕ — иудейсене пĕтерме шутласа, вĕсене хăш кун вĕлерме-кăклама тытăнасси тĕлĕшпе пур — урăхла каласан шăпа — сиктернĕ,

(25) анчах Эсфирь патша патне кайнă та, лешĕ вара хушу кăларнă: ĕнтĕ иудейсене хирĕç тăнă Аманăн усал шухăшĕ хăйĕн пуçнех пулнă: Аманпа ывăлĕсене юпаран çакса вĕлернĕ.

(26) Çавăнпа ĕнтĕ çак кунсене Пурим теççĕ, вăл «пур» сăмахран тухнă [ку «шăпа» тенине пĕлтерет, вĕсен чĕлхинче шăпа янине «пурим» теççĕ]. Çавăнпа та, çырура мĕн каланине шута илсе тата хăйсем мĕн курнине, мĕн шухăшланине шута илсе,

(27) иудейсем хăйсем валли, хăйсен ачисем валли, вĕсем енне куçнă мĕнпур çын валли çапла йышăннă: çак икĕ куна, çырура кăтартнă пек, кашни çул хăй вăхăтĕнче уявлас;

(28) çак кунсене асра тытас, вĕсене кашни ăрура, кашни сыпăкра, кашни çĕрте, кашни хулара уявлас; çак Пурим кунĕсем ĕмĕрлĕхех асра юлччăр, вĕсене иудейсем ан пăрахăçлаччăр, çак уява вĕсен ачисем те манăçа ан кăларччăр.

(29) Патша майри Эсфирь, Абихаил хĕрĕ, тата иудей çынни Мардохей тĕплĕ те хытарса çырса янă — çак çĕнĕ çырура Пурим çинчен çырнине çирĕп тытса пымалла;

(30) тăнăçлăхпа ырăлăх сунса Артаксеркс патшалăхĕнчи çĕр çирĕм çичĕ çĕре çырусем янă, вĕсене пĕтĕм иудей патне çитернĕ:

(31) çав Пурим кунĕсене пурте яланах пĕр вăхăтра — иудей çынни Мардохей тата патша майри Эсфирь кăтартнă вăхăтра — çирĕп тытса пыччăр; тата иудейсем хăйсем те çак уяв умĕн типĕ тытасси, хÿхлесси пирки хыпар янă.

(32) Çапла вара, Эсфирь каланихушни Пурим кунĕсене палăртса çирĕплетнĕ, çакăн çинчен кĕнекене çырса хăварнă.

10

(1) Кайран Артаксеркс патша çĕршĕн тата тинĕс утравĕсемшĕн хырçă тÿлемелле тунă.

(2) Ун аслă вăйĕн, ун хăвачĕн ĕçĕсене тата патша чапа кăларнă Мардохей мухтавĕ çинчен Миди çĕрĕпе Перси çĕрĕн патшисен Çулсеренхи кĕнекинче çырса хăварнă.

(3) Çавăн пекех унта иудей çынни Мардохей ĕнтĕ Артаксеркс патша çумĕнче иккĕмĕш çын пулнине, иудейсем хушшинче мухтавлă пулнине, йышлă тăванĕсем ăна мĕнле юратнине çырса хăварнă, мĕншĕн тесессĕн вăл хăй халăхне ырă тăвасшăн пулнă, хăйĕн пĕтĕм йăхне хÿтĕлеме тăрăшнă. [Мардохей çапла каланă: ку ĕç Турăран пулчĕ, эпĕ çак ĕçсем çинчен маларах курнă тĕлĕкĕме аса илтĕм: унта тÿрре килменни нимĕн те юлмарĕ. Пĕчĕк çăл юханшыв пулса тăнăччĕ, çутă та, хĕвел те, тулăх шыв та пурччĕ унта: юханшывĕ Эсфире пĕлтерет, патша ăна, суйласа илсе, патша майри турĕ. Икĕ çĕленĕ — эпĕ тата Аман; халăхĕсем — иудейсене ячĕ юлмиччен пĕтерме шутланисем; манăн халăхăмăм — Турра тархасланă, çăлăнса юлнă Израильсем. Çÿлхуçа Хăй халăхне çăлса хăварчĕ, Турă пире пĕтĕм усалтан хăтарчĕ, суя тĕнпе пурăнакансем хушшинче пулма та пултарайман паллăсем, аслă кĕтретсем кăтартрĕ. Турă çапла икĕ шăпа пултарнă: пĕри — Турă халăхĕ валли, тепĕри — суя тĕнпе пурăнакансем валли; çак икĕ шăпа сут кунĕнче пĕр сехетре, пĕр вăхăтра Турă умне тата суя тĕнпе пурăнакансем умне тухнă. Çÿлхуçа вара Хăй халăхне аса илнĕ те Хăй еткерне тÿрре кăларнă. Çав кунсене, адар уйăхĕн вунтăваттăмĕшпе вунпиллĕкмĕш кунĕсене, Турă умĕнче Ун халăхĕ — Израиль — ĕмĕрĕмĕрĕпе чаплăн та савăнăçлăн уявлĕ. Птоломейпе Клеопатра тăваттăмĕш çул патшара ларнă чухне Досифей, çынсем каланă тăрăх, священник та Левит пулнăскер, тата Досифей ывăлĕ Птоломей Александрия хулине Пурим çинчен çырнă çак хута илсе килнĕ теççĕ, ăна Птоломей ывăлĕ Лисимах, Иерусалимра пулнăскер, ăнлантарса панă теççĕ.]

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s