Jăhutti Onofern puşne kasat'

Иудифь кĕнеки


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Иудифь кĕнеки

יהודית (Йăхутит)

Ку кĕнекене грекларан куçарнă пулнă


1

(1) Навуходоносор патшана ларни вуниккĕмĕш çул çине кайсассăн, вăл Ассири халăхне тытса тăрса аслă Ниневи хулинче патшара ларнă чухне, — ку вăл Миди халăхне тытса тăрса Екбатан хулинче патшара ларакан Арфаксад вăхăтĕнче пулнă;

(2) çак патша Екбатан тавра чутланă чултан хÿме тыттарса çавăрттарнă, чулĕсен хулăнăшĕ виçĕ чике, тăршшĕ ултă чике пулнă; хÿми çÿллĕшне çитмĕл чике, сарлакăшне аллă чике тутарттарнă,

(3) хапхисен тăррине çĕр чике çÿллĕш пашнесем ларттарнă, вĕсен никĕсĕ утмăл чике сарлакăш чухлĕ пулнă;

(4) вăл хăйĕн вăйлă çарĕ тата йĕркеленсе тăнă çуран çарĕ тухмалли хапхасем тутарнă, вĕсен çÿллĕшĕ çитмĕл чике, сарлакăшĕ хĕрĕх чике чухлĕ пулнă,—

(5) ĕнтĕ çав вăхăтра Навуходоносор патша Арфаксад патшана хирĕç Рагав çĕрĕнчи аслă айлăма вăрçăпа тухнă.

(6) Ун патне ту-сăртлă çĕршывра пурăнакан пур халăх та, Евфрат, Тигр тата Идаспис юханшывĕсем хĕрринче пурăнакан пур халăх та, Ариох айлăмĕнче пурăнакансем те, Елим патши те пуçтарăннă, ĕнтĕ Хелеуд ывăлĕсене хирĕç çапăçма темĕн тĕрлĕ халăх пухăннă.

(7) Ассири патши Навуходоносор ыттисене те чĕннĕ: Перси çĕрĕнче пурăнакан пур халăха та, хĕвеланăç енче пурăнакан пур халăха та, Килики çĕрĕнче тата Дамаск хулинче, Ливан тата Антиливан тăвĕсем çинче пурăнакансене те, тинĕс хĕрринче мал енче пурăнакан пур халăха та,

(8) Кармил тата Галаад халăхĕсем хушшинче пурăнакансене те, Тури Галилея çĕрĕнче тата аслă Ездрилон айлăмĕнче пурăнакансене те,

(9) Самари çĕрĕнче, унти хуласенче пурăнакан пур халăха та, Иордан леш енче Иерусалим таран пурăнакансене те, Ветани çĕрĕпе Хел хулинче, Кадис хулипе Египет юханшывĕ хĕрринче пурăнакансене те, Тафна хулипе Рамесса хулинче пурăнакансене те, пĕтĕм Гесем çĕрĕн халăхне те

(10) Тури Танис хулипе Мемфис хули таран чĕннĕ, Египетра пурăнакансене те Эфиопи чикки таранах чĕннĕ.

(11) Анчах та çак çĕрсенче пурăнакансем Ассири патшийĕн Навуходоносорăн сăмахне хисепе хуман, унпа пĕрле тухма пуçтарăнман, мĕншĕн тесессĕн вĕсем унран хăраман, вĕсем ăна хăйсем хушшинчи çын вырăнне çеç хунă: унăн элчисене вĕсем хисепе хумасăр пушă алăпа кăларса янă.

(12) Навуходоносор çав халăхсене питĕ вăйлă çилленнĕ, вара хăйĕн аслă пуканĕ ячĕпе, хăйĕн патшалăхĕ ячĕпе Киликие, Дамаска, Сирие тавăрма, Моав çĕрĕнче пурăнакансене, Аммон ывăлĕсене, пĕтĕм Иудея çĕрне, Египет çĕрĕнче пурăнакансене икĕ тинĕсе çитичченех пĕтĕмпе хĕçпе вĕлерсе тухма тупа тунă.

(13) Вунçиччĕмĕш çулта вăл Арфаксад патшана хăйĕн çарĕпе вирлĕн тапăннă та ăна çапăçура çĕнтерсе парăнтарнă, Арфаксад патшанăн мĕнпур çарĕ,— пĕтĕм ут çарĕ, пĕтĕм çар урапи, — каялла тарнă,

(14) Навуходоносор унăн хулисене ярса илнĕ, Екбатан патнех çитнĕ, тĕреклĕлетнĕ вырăнсене йышăннă, хула урамĕсене аркатса-çаратса тухнă, хула илемне мăшкăла хăварнă.

(15) Арфаксада вăл Рагав тăвĕ çинче ярса тытнă та ăна çав кунах сăннипе чиксе вĕлернĕ.

(16) Кайран вăл хăй çыннисемпе, хăй енче çапăçнисемпе пĕрле — ĕнтĕ çар çыннисен питех те пысăк йышĕ — каялла Ниневие таврăннă; вăл унта каннă, хăйĕн çарĕпе пĕрле çĕр çирĕм кун хушши ĕçкĕ ĕçнĕ.

2

(1) Вунсаккăрмĕш çулта, пĕрремĕш уйăхăн çирĕм иккĕмĕш кунĕнче, Ассири патшийĕн Навуходоносорăн килĕнче хушу кăларнă: вăл маларах мĕн каланине тума — пĕтĕм çĕре тавăрма — хушнă.

(2) Вăл хăйне ĕçлесе тăракан мĕнпур çыннине, хăйĕн пур аслă çыннине чĕнсе илнĕ те вĕсене хăйĕн вăрттăн шухăшне пĕлтернĕ, çав çĕре мĕнле шар кăтартмаллине палăртса каланă.

(3) Вара вĕсем унăн сăмахне пăхăнманнисене пурне те пĕтерме шут тытнă.

(4) Канашлăвĕ вĕçленнĕ хыççăн Ассири патши Навуходоносор хăй хыççăн иккĕмĕш çын шутланакана, хăй çарĕн тĕп çулпуçне Олоферна, чĕнсе илнĕ те каланă ăна:

(5) аслă патша, пĕтĕм çĕр хуçи çапла калать: акă ман умăмран каятăн та хăй вăйне шанакан арсене суйласа илетĕн,— çуран çын çĕр çирĕм пин пултăр, нумай ут, вуникĕ пин юланутçă пултăр, —

(6) унтан анăç енчи пĕтĕм çĕре вăрçăпа каятăн, мĕншĕн тесессĕн вĕсем ман сăмахăма пăхăнмарĕç.

(7) Калатăн вĕсене, çĕрпе шыв хатĕрлеччĕр, мĕншĕн тесессĕн эпĕ вĕсем çине пĕтĕм çиллĕмпе каятăп, вĕсен пĕтĕм çĕрне ман çарăм таптаса тухĕ, эпĕ вĕсене çарăм аллине çаратма парăп.

(8) Вĕсен айлăмĕсемпе юхăм шывĕсем аманнă çынсемпе тулĕç, вилесемпе пĕвеленнĕ çырми капланса ларĕ;

(9) тыткăна лекнĕ çыннисене вара эпĕ пĕтĕм тĕнче тăрăх салатăп.

(10) Кай та ман валли вĕсенĕн пĕтĕм çĕрне ярса ил: сана хăй ирĕккĕн парăннисене ан вĕлер, питлес кун çитиччен вĕсене чĕрĕ халлĕн хăвар;

(11) пăхăнманнисене вара куçу хĕрхенсе ан тăтăр: вĕсене пĕтĕм çĕрÿ талккăшпе вĕлерсе, çаратса тух.

(12) Эпĕ чĕрĕ, ман патшалăхăм хăватлă: мĕн калатăп, çавна тăватăп.

(13) Нихăш тĕлĕшпе те хуçу сăмахĕнчен ан ирт, эп сана мĕн тума хушнă, шăп çавăн пек ту, ĕçе вăраха ан яр, тенĕ патша.

(14) Олоферн, хуçи патĕнчен тухсассăн, хăйĕн патне пур аслă пуçлăха, çулпуçсене, Ассири çарпуçĕсене чĕнтернĕ те,

(15) хăйĕн хуçи хушнă пек, вăрçă вăрçма чи вăйпитти çынсене — çĕр çирĕм пин çуран çын тата вуникĕ пин ухăллă юланутçă — суйласа илнĕ,

(16) вĕсене çапăçăва тухакан çар евĕрлĕ йĕркелесе тăратнă.

(17) Лавĕсене турттарма вăл темĕн чухлĕ тĕве, ашак тата мул илнĕ, апат-çимĕç валли илнĕ сурăхсен, вăкăрсен тата качакасен вара шучĕ те пулман,

(18) пур йыш валли апат-çимĕç те чылай пулнă, тата патша çуртĕнчен питĕ нумай ылтăн-кĕмĕл илнĕ.

(19) Вара вăл Навуходоносор патша çитес тĕле хĕвеланăçĕнчи пĕтĕм çĕре вăрçă ураписемпе, утлă çарпа, суйласа илнĕ çуран çарпа хупăрлас тесе пĕтĕм çарĕпе çапăçăва тапранса тухнă.

(20) Ун майлă çапăçма килĕшнисем пĕрле пынă, вĕсем хĕрлĕ шăрчăк пек, хăйăр пĕрчи пек шутсăр йышлă пулнă, ытла нумай пулнăран вĕсене шутлама та май пулман.

(21) Ниневирен тапранса тухса виçĕ кунран вĕсем Вектелеф айлăмĕн мал енне çитнĕ те çак тĕлтен Тури Килики çĕрĕн сулахай енче ларакан ту енне пăрăннă.

(22) Ку вырăнтан вăл хăйĕн пĕтĕм çарĕпе — çуран çарĕпе, утлă çарĕпе тата вăрçă ураписемпе — ту-сăртлă çĕршыва çул тытнă;

(23) унта Фуд тата Луд халăхĕсене çапса салатнă, Рассис ывăлĕсене тата Хеллеон çĕрĕн кăнтăр енче выртакан пушхирте пурăнакан Исмаил ывăлĕсене çаратса тухнă.

(24) Кайран вăл Евфрат урлă каçса Месопотами витĕр тухнă, Аврон юханшывĕ хĕррипе тинĕсе çитиех ларакан пĕтĕм çÿллĕ хулана çĕмĕрсе тăкнă.

(25) Унтан Килики çĕрне ярса илнĕ те хăйне хирĕç тăракансене пурне те çапса салатнă, ун хыççăн Арави çĕрĕн мал енче кăнтăралла выртакан Иафет чикки патне çитсе

(26) Мадиан ывăлĕсене пур енчен те хупăрласа илнĕ, вĕсен кил-çуртне çунтарса янă, вĕсен кĕтĕвĕсене çаратнă.

(27) Кайран вăл Дамаск айлăмне аннă, ун чухне шăпах тулă вырнă вăхăт пулнă, вăл тырпул уйĕсене вут тивертсе çунтарса янă, сурăх кĕтĕвĕсемпе вăкăр кĕтĕвĕсене пĕтернĕ, хулисене çаратнă, хирĕсене пуш-пушă тăратса хăварнă, пĕтĕм яша хĕçпе вĕлерсе тухнă.

(28) Тинĕс хĕрринче, Сидонпа Тир хулисенче пурăнакансем, Сур тата Окина хулисенче пурăнакансем, пĕтĕм Иемнаан çыннисем пурте сехĕрленсе ÿкнĕ, вăл Азот тата Аскалон хулисенче пурăнакан пĕтĕм халăха та хăратса пăрахнă.

3

(1) Вара Олоферн патне çакăн пек килĕшÿ сĕнсе хыпарçăсем янă:

(2) акă эпир, аслă Навуходоносор патша чурисем, сан уру умне ÿкетпĕр — пире мĕн тăвас тетĕн, çавна ту.

(3) Акă пурте санăн умунта: пирĕн ялсем те, пирĕн çĕрсем те, пĕтĕм тулă уйĕсем те, сурăх тата ĕне кĕтĕвĕсем те, пирĕн пĕтĕм килçурт та; вĕсемпе мĕнле усă курас тетĕн, çавăн пек ту.

(4) Акă пирĕн хуласем, унта пурăнакансем вара — санăн чурусем; куçу мĕн кăмăллать, вĕсене çавăн пек ту.

(5) Хыпарçăсем, Олоферн патне çитсе, ăна çак сăмахсене пĕлтернĕ.

(6) Вăл вара хăйĕн çарĕпе тинĕс хĕрринчи çĕршыва çитнĕ те, çÿллĕ хуласене çавăрса илсе, унта хурал тăратса тухнă, çав хуласенчен хăй валли вăйпитти çынсене суйласа илнĕ.

(7) Унти тата пĕтĕм таврари халăх ăна чечек çыххисемпе, юрласа, мухтаса, тÿнкĕр çапса кĕтсе илнĕ.

(8) Вăл вара вĕсен пур тÿпем вырăнне çĕмĕрсе-çаратса тухнă, вĕсен катисене касса тăкнă: ăна çак çĕр-шыври турăсене пурне те çĕмĕрсе тухма хушнă пулнă, ĕнтĕ малашне пур халăх та пĕртен-пĕр Навуходоносора çеç пуççаптăр, ăна мĕнпур ăру, мĕнпур йăх Турă вырăнне асăнтăр, тенĕ.

(9) Кайран вăл, Иудея çĕрĕнчи аслă ту хушăкне хирĕç выртакан Дотея çывăхĕнчи Ездрилон патне çитсе,

(10) Гавай хулипе Скифополь хули хушшинче тапăрпа чарăнса тăнă, хăй çарĕн пĕтĕм лавĕ çакăнта пуçтарăнасса кĕтсе унта пĕр уйăх хушши пурăннă.

4

(1) Иудея çĕрĕнче пурăнакан Израиль ывăлĕсем, Ассири патшийĕн Навуходоносорăн çарпуçĕ Олоферн халăхсене мĕн кăтартнине, вăл вĕсен пĕтĕм таса вырăнĕсене çĕмĕрсе-çаратса пĕтернине илтсессĕн,

(2) питех те, питех те хăраса ÿкнĕ, вĕсем Иерусалимшăн тата хăйсен Çÿлхуçа Туррийĕн Çурчĕшĕн сехĕрленнĕ,

(3) мĕншĕн тесессĕн вĕсем нумай пулмасть тыткăнран таврăннă, нумай пулмасть çеç пĕтĕм Иудея халăхĕ пĕрле пуçтарăннă, ĕнтĕ мăшкăл тунă савăтсене, парне кÿмелли вырăна, Çÿлхуçа Çуртне тасатнă пулнă.

(4) Çакăн çинчен вĕсем Самари, Кони çĕрĕсене тата Ветерона, тата Вельмень çĕрне, тата Иерихонпа Хова хулисене, тата Есора çĕрне, тата Салим айлăмне хыпар янă,

(5) вĕсем пур çÿллĕ тусен тăррисене йышăннă, унта вырăнаçнă ялсем тавра хÿме çавăрнă, нумай пулмасть çеç тырпул вырса пуçтарнăскерсем, пулас вăрçа шута илсе, тырă хатĕрлесе хунă,

(6) аслă священник Иоаким вара, çав вăхăтра Иерусалимра пулнăскер, Ветилуя халăхне тата Дофаим çывăхĕнчи айлăмăн мал енче ларакан Ездрилон хулине хирĕç вырăнаçнă Ветомесфем халăхне хут çырса янă —

(7) вĕсене ту-сăртлă çĕр-шыва хăпармалли вырăнсене йышăнма хушнă, мĕншĕн тесессĕн Иудея çĕрне çавăнтан кĕрсе çÿренĕ, çулĕ вара икĕ çын иртмелле мар хĕсĕк пулнă, çавăнпа унта кĕме тăракансене çăмăлах тытса чарма пултарнă.

(8) Израиль ывăлĕсем хăйсене Иерусалимра пурăнакан аслă священник Иоаким тата Израиль халăхĕн аслă çыннисем мĕн хушнă, çавна тунă.

(9) Израиль ывăлĕсем пурте пĕтĕм чĕререн Турра тилмĕрсе йăлăннă, куççульпе макăрса хăйсен чунне йăвашлатнă:

(10) хăйсем те, вĕсен арăмĕсем те, вĕсен ачисем те, вĕсен выльăх-чĕрлĕхĕ те çавăн пек тунă; ютран килнĕ çын та, тара кĕрĕшнĕ çын та, кĕмĕл парса туяннă çын та хуйхă тумтирĕ тăхăннă.

(11) Израильри кашни ар, кашни арăм, пĕтĕм ачи-пăчи, Иерусалимра пурăнакан кашни çын, Турă Çурчĕ умне ÿксе, пуçĕ çине кĕл сапса, Турă умне хăйĕн хуйхă тумтирне сарса хунă,

(12) парне паракан вырăна та хуйхă тумĕпе витнĕ, пурте пĕтĕм чун хавалĕпе Израиль Туррине тилмĕрсе йăлăннă, Вăл ачасене туртса илме ан патăрччĕ, арăмсене тăшман тупăшĕ ан тутăрччĕ, еткер хуласене çаратма-аркатма, таса япаласене мăшкăллама-ирсĕрлетме ан патăрччĕ, суя тĕнпе пурăнакансен савăнмалла ан пултăрччĕ тесе тархасланă.

(13) Çÿлхуçа вĕсен сассине илтнĕ, вĕсем çине хĕрхенсе пăхнă; пĕтĕм Иудея çĕрĕнчи тата Иерусалимри халăх Пурне те Тытса Тăракан Çÿлхуçанăн Çурчĕ умĕнче чылай кун хушши типĕ тытнă.

(14) Ĕнтĕ аслă священник Иоаким тата Çÿлхуçа умĕнче тăракан мĕнпур священник, Ун умĕнче ĕçлесе тăракансем, хуйхă тумĕ тăхăнса, пĕр вĕçсĕр пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесем, сăмах панипе кÿрекен парнесем тата халăх ирĕклĕн панă парнесене кÿрсе тăнă.

(15) Тумĕсем çине вĕсем кĕл сапнă, пĕтĕм Израиль килне хĕрхенме йăлăнса, пур чун хавалĕпе Çÿлхуçана тилмĕрнĕ.

5

(1) Çав вăхăтра Олоферна, Ассири çарĕн çулпуçне, Израиль халăхĕ вăрçа хатĕрленни çинчен систернĕ: вĕсем ĕнтĕ ту-сăртлă çĕршыва кĕмелли вырăнсене питĕрсе лартнă, çÿллĕ тусен кашни тăррине хÿмепе тĕреклĕлетнĕ, айлăмри çулсене картланă, тенĕ.

(2) Лешĕ питĕ вăйлă çилленнĕ те Моав çĕрĕн мĕнпур пуçлăхне, Аммон çулпуçĕсене тата тинĕс хĕрринчи çĕршывăн пур аслă çыннине чĕнтерсе çапла каланă:

(3) Ханаан ывăлĕсем, калăр-ха мана, ту-сăртлă çĕршывра мĕнле халăх пурăнать, вĕсем пурăнакан хуласем мĕнлерех, вĕсен çарĕ пысăк-и, мĕнре вĕсен вăйĕ-тĕрекĕ, вĕсен патши кам пулать, вĕсен çарне кам ертсе пырать,

(4) мĕншĕн-ха анăç енче пурăнакансенчен вĕсем пуринчен ытларах хирĕç тăраççĕ, мана хапăл тумаççĕ? тенĕ.

(5) Ахиор, пĕтĕм Аммон ывăлĕсене ертсе пыраканскер, ăна çапла хуравланă: хуçамăм, манăн, хăвăн чурун, сăмахне итлесемччĕ; сан çывăхунта, çак ту-сăртлă çĕршывра пурăнакан халăх çинчен эпĕ сана тĕрĕссине каласа парăп, сан чуру çăварĕнчен суя сăмах тухмĕ.

(6) Çак халăх халдейсенчен пуçланса кайнă.

(7) Вĕсен ашшĕсем халдейсен çĕрĕнчи турăсене пуççапса пурăннă, вĕсем ун пек тăвасшăн пулман, çавăнпа кайран Месопотами çĕрне куçса кайнă,

(8) вĕсем мăн аслашшĕсен çулĕнчен пăрăннă та тÿпе Туррине, хăйсем пĕлекен Турра, пуççапма пуçланă; ĕнтĕ халдейсем вĕсене хăйсен туррисем умĕнчен хăваласа янă — вĕсем вара Месопотамие тарнă, унта чылайччен пурăннă.

(9) Анчах Турри вĕсене çав вăхăтлăх вырăнтан куçса тухма, Ханаан çĕрне кайма хушнă; вара вĕсем çавăнта вырăнаçнă та питĕ тулăх пурăнма пуçланă, вĕсен ылтăн-кĕмĕл те, выльăх-чĕрлĕх те нумай пулнă.

(10) Кайран, Ханаан çĕрне выçлăх хупласан, вĕсем çав вырăнтан Египета куçса кайнă, апат-çимĕç тупма май пур таранччен çавăнта пурăннă, унта вĕсем питĕ йышланнă, вĕсен йăхĕсен шучĕ те пулман.

(11) Вара Египет патши вĕсене хирĕç тăнă, чее мелсем тупса вĕсене ĕç айне тунă, кирпĕч çаптарнă, вĕсене чура тунă.

(12) Ĕнтĕ вĕсем хăйсен Туррине тилмĕрсе йăлăннă, Вăл вара пĕтĕм Египет çĕрĕ çине тÿрленми юхан-суран янă; Египет халăхĕ çавăнпа вĕсене хăйсем патĕнчен хăваласа кăларнă.

(13) Турă вĕсен çулĕ çинчи Хĕрлĕ тинĕсе типĕтнĕ,

(14) вĕсене Син тата Кадис-Варни çулĕпе илсе кайнă; вĕсем çав пушхирте пурăнакансене пурне те хăваласа янă;

(15) вара аморрейсен çĕрне вырăнаçнă, Есевон хулинче пурăнакансене пурне те хăйсен вăйĕпе пĕтерсе тухнă та Иордан урлă каçса пĕтĕм ту-сăртлă çĕршыва ĕмĕрлĕхе йышăннă,

(16) унти Ханаан, Ферезей, Иевусей, Сихем халăхĕсене тата пĕтĕм гергесейсене хăваласа ярса вĕсем çак çĕрте нумайччен пурăннă.

(17) Хăйсен Турри умĕнче çылăха кĕриччен телей вĕсен енче пулнă, мĕншĕн тесессĕн вĕсемпе пĕрле — тĕрĕсмарлăха курайман Турă.

(18) Анчах та Вăл халалланă çултан пăрăнсан, вĕсене чылай вăрçăра хăрушла аркатса-çĕмĕрсе тăкнă, вĕсене ют çĕре тыткăна илсе кайнă, вĕсен Туррийĕн Çуртне аркатса пĕтернĕ, вĕсен хулисене тăшмансем ярса илнĕ.

(19) Халĕ вара, хăйсен Турри енне çаврăнса, вĕсем сапаланнă вырăнсенчен таврăнчĕç, таса Çурчĕ ларакан Иерусалима йышăнчĕç те пушă выртакан ту-сăртлă çĕршыва вырăнаçрĕç.

(20) Халĕ ĕнтĕ, аслă хуçамăм, çак халăх аташса пурăнать пулсан, вĕсем хăйсенĕн Турри умĕнче çылăха кĕреççĕ пулсан, çакă вĕсене такăнтараканни пулĕ, курăпăр та çакна, кайăпăр та çĕнтерĕпĕр вĕсене.

(21) Анчах та çак халăх йĕркеллĕ, саккуна пăхăнса пурăнать пулсан, вĕсене Çÿлхуçа хÿтĕлĕ, Турă вĕсен енче пулĕ, çавăнпа манăн хуçамăм пăрăнтăрччĕ вĕсенчен, унсăрăн пире пĕтĕм çĕр ылханĕ.

(22) Ахиор сăмахне итлесе пĕтерсен, чатăр тавра тăракан пĕтĕм халăх шавлама-ÿпкелеме пуçланă, Олофернăн аслă çыннисем, тинĕс хĕрринче пурăнакансем тата Моав çĕрĕнче пурăнакансем пурте: халех вĕлермелле ăна, тенĕ;

(23) эпир Израиль ывăлĕсенчен хăраса тăмăпăр: вăл халăхăн çар та çук, вирлĕн хирĕç тăма вăйĕ-хăвачĕ те çук.

(24) Апла каяр, Олоферн хуçамăр, вĕсем вара сан çарун тупăшĕ пулĕç, тенĕ.

6

(1) Пуху шавĕ лăплансан Олоферн, Ассири çарĕн çулпуçĕ, çавăнта пуçтарăннă пĕтĕм ют йăх халăхĕ умĕнче, пĕтĕм Моав ывăлĕ умĕнче Ахиора çапла каланă:

(2) Ахиор, Ефрем патне кĕрĕшнĕ çынсем енне тăнăскерĕ, паян пире темĕн те пĕр каласа тултарма, мĕн-мĕн пулассипе хăратма, Израиль йăхĕпе ан çапăçăр, мĕншĕн тесессĕн вĕсене Турă хÿтĕлет теме кам вара эсĕ? Навуходоносорсăр пуçне кам Турă пулма пултартăр? Акă вăл хăйĕн вăйне ярĕ те, çĕр çинче вĕсен йĕрĕ те юлмĕ — Турри çăлаймĕ вĕсене.

(3) Эпир акă, унăн тарçисем, çав халăха пĕр çынна пĕтернĕ пек пĕтерсе тăкăпăр, вĕсем пирĕн утсен хăватне чăтса тăраймĕç.

(4) Таптаса тăкатпăр вĕсене; сăрт-тăвĕсем вĕсен юнне ĕçсе тăранĕç, айлăмĕсем вĕсен виллисемпе тулĕç, пĕри те пире хирĕç тăраймĕ, пĕтмеллипех пĕтĕç вĕсем — пĕтĕм çĕр хуçи Навуходоносор çапла калать. Вăл каларĕ, хушрĕ пулсан — ун сăмахĕ ахаль пулмĕ.

(5) Эсĕ вара, Ахиор, Аммон сутăнчăкĕ, çак сăмахсене тĕрĕсмарлăху кунĕнче каларăн, халĕ ĕнтĕ эсĕ çак кунран пуçласа эпĕ Египетран килнĕ çав халăха тавăриччен манăн сăнăма кураймăн.

(6) Эпĕ каялла таврăнсассăн, ман çарăмăн хĕçĕ тата ман чурасен ушкăнĕ санăн аяк пĕрчийĕ витĕр тухĕ — эсĕ çав халăх хушшинче аманнисемпе пĕрле тăрăнса анăн.

(7) Ман чурасем сана ту-сăрт çĕршывне илсе кайĕç те ту çинчи пĕрпĕр хулара хăварĕç,

(8) çав халăха пĕтериччен эсĕ чĕрĕ пулăн, мĕншĕн тесессĕн сана вĕсемпе пĕрле вĕлерĕç.

(9) Хăвăн ăшунта вĕсене парăнтараймĕç тесе шанса тăратăн пулсан та, хуйхăрса сăнран ан ÿк. Эпĕ каламаллине каларăм, манăн пĕр сăмахăм та ахаль пулмĕ.

(10) Олоферн вара хăй чатăрĕнче тăракан чурисене Ахиора тытса, ăна Ветилуя хулине илсе кайса Израиль ывăлĕсен аллине пама хушнă.

(11) Ăна ĕнтĕ чурасем ярса тытнă, тапăр тулашне хире илсе тухнă, унтан айлăм вăтинчен ту-сăртлă çĕршыва хăпарнă та Ветилуя çывăхĕнчи çăлсем патне çитнĕ.

(12) Ту тăрринчи хула çыннисем вĕсене курсан, вăрçă кăралĕпе авăрланса, хула айккине ту тăррине тухса тăнă, чулрав тытнă çынсем кашнийĕ хăйĕн çулсукмакне сыхланă, тăшмансене чулпа пенĕ.

(13) Олоферн çыннисем вара ту айне çитнĕ те Ахиора çавăнта, ту тĕпĕнче, çыхса пăрахса хăварнă, хăйсем хуçи патне каялла таврăннă.

(14) Израиль ывăлĕсем ĕнтĕ, хăйсен хулинчен тухса, Ахиор патĕнче чарăнса тăнă та унăн алурине салтса янă, кайран ăна Ветилуяна, çав хулан пуçлăхĕсем патне, илсе пынă,

(15) ун чухне хула пуçлăхĕсем Симеон йăхĕнчи Миха ывăлĕ Озия, Гофониил ывăлĕ Хаврий тата Мелхиил ывăлĕ Хармий пулнă.

(16) Вĕсем хулари пур аслă пуçлăха чĕнтернĕ, ĕнтĕ пухăва вĕсенĕн пĕтĕм яшĕ, арăмĕ пуçтарăннă, Ахиора пĕтĕм халăх варрине тăратнă та, Озия унран мĕн пулса иртни çинчен каласа пама ыйтнă.

(17) Ахиор вара Олоферн пуçтарнă пухура мĕнмĕн каланине, Ассур ывăлĕсен пуçлăхĕсем умĕнче хăй мĕн каланине те, Израиль килĕ çинчен Олоферн епле мăнаçлăн каланине те пĕлтернĕ.

(18) Вара пĕтĕм халăх çĕре ÿксе Турра пуççапнă, тилмĕрсе йăлăннă:

(19) эй Тÿпери Çÿлхуçа Турă! çав çынсен мăнаçлăхĕ çине пăхсамччĕ, пирĕн йăх йăвашлăхĕпе çырлахсамччĕ, Хăвна халалланнисем çине çак кун хĕрхенсе пăхсамччĕ, тенĕ.

(20) Ахиора йăпатнă вĕсем, ăна питех те мухтанă.

(21) Ун хыççăн Озия ăна пухуран хăй килне илсе кайнă та аслă çыннисем валли ĕçкĕçикĕ тунă — вĕсем çав каç çĕрĕпе Израиль Туррине кĕлтунă, хăйсене пулăшма тархасланă.

7

(1) Тепĕр кунне Олоферн хăйĕн пĕтĕм çарне тата ăна пулăшма пуçтарăннă пĕтĕм халăха Ветилуя хули çине кайма, ту-сăртлă çĕршывăн çÿллĕ вырăнĕсене йышăнма, Израиль халăхне хирĕç вăрçă пуçлама хушнă.

(2) Вара çав кунах вĕсен пĕтĕм вăйпитти арĕ çĕкленнĕ: вĕсен çарĕнче çĕр çитмĕл пин салтак, çуран салтак тата вуникĕ пин юланут пулнă, унсăр пуçне лавсем, вĕсене тытса пыракан çынсем пынă, кусем те ĕнтĕ шутсăр нумай пулнă.

(3) Ветилуя çывăхĕнчи айлăмра çăл патĕнче чарăнса тăрсан, çав çарăн сарлакăшĕ Дофаимран пуçласа Вел-Фема çити, тăршшĕ Ветилуяран пуçласа Ездрилона хирĕç ларакан Киамон хулине çити тăсăлнă.

(4) Вĕсенĕн пысăк йышне курсан, Израиль ывăлĕсем хăраса ÿкнĕ, кашниех хăйĕн тăванне каланă: халь ĕнтĕ вĕсем пĕтĕм çĕре çаратса тухĕç, вĕсен вăйне çÿллĕ тусем те, айлăмсем те, сăртсем те чараймĕç, тенĕ.

(5) Вара кашнийĕ, вăрçă кăралĕпе авăрланса, хăйсен пашни çинче çутă çутса, çак каç çĕрĕпе хуралта тăнă.

(6) Тепĕр кунне Олоферн хăйĕн пĕтĕм утлă çарне Ветилуя хулинчи Израиль ывăлĕсем умне ертсе тухнă,

(7) вăл вĕсен хулине кĕмелли вырăнсене пăхса тухнă, хула тавра пăхса çаврăннă, кайран çăлĕсене йышăнса вĕсем тавра салтаксем тăратса тухнă та каялла хăй халăхĕ патне таврăннă.

(8) Анчах ун патне Исав ывăлĕсен мĕнпур пуçлăхĕ, Моав халăхĕн мĕнпур çулпуçĕ тата тинĕс хĕрринчи халăхсен мĕнпур çарпуçĕ пуçтарăннă та каланă:

(9) хуçамăр, санăн çарунта çухату ан пултăр тесен, пирĕн сăмаха итлесемччĕ.

(10) Çак Израиль ывăлĕсен халăхĕ хăйсен сăннине мар, хăйсем пурăнакан тусен çÿллĕшне шанать, мĕншĕн тесессĕн вĕсен тăвĕсен тăррине хăпарма çав тери кансĕр.

(11) Апла пулсан, хуçамăр, ку халăхпа ахаль вăрçăри пек ан çапăç — вара сан халăху хушшинчен пĕр çын та пĕтмĕ.

(12) Санăн çарунти кашни çын чĕрĕ юлтăр тесен, эсĕ хăвăн тапăрунтах тăр, сан чурусем вара ту тĕпĕнчен юхса выртакан çăлкуçне ярса илччĕр,

(13) мĕншĕн тесессĕн Ветилуя çыннисем шыва çавăнтан ăсаççĕ, вĕсем шывсăр асапланма пуçлĕç те хулине хăйсен ирĕкĕпех пире парĕç; эпир вара хамăр халăхпа пĕрле çывăхри тусен тăррине хăпарăпăр та унта хурал тăрăпăр, çапла тусассăн пĕр çын та хуларан тухаймĕ.

(14) Вĕсем выçăпа касăхма пуçлĕç, вĕсен арăмĕсемпе вĕсен ачисем, пирĕн хĕç тивмесĕрех, урамра, хăйсен килĕ умĕнче кая-кая ÿкĕç;

(15) хирĕç тăнăшăн, хăвна хапăлласа кĕтсе илменшĕн эсĕ вĕсене çапла хаяррăн тавăрăн, тенĕ.

(16) Çак сăмахсем Олоферна тата унăн тарçисене пурне те килĕшнĕ, вара вăл хăйне мĕнле канаш панă, çавăн пек тума шут тытнă.

(17) Ĕнтĕ Аммон ывăлĕсен çарĕ тата вĕсемпе пĕрле Ассурăн пилĕк пин ывăлĕ вырăнтан тапраннă та, айлăма вырăнаçса, Израиль халăхĕ усă куракан шывсемпе çăлсене ярса илнĕ.

(18) Исав ывăлĕсемпе Аммон ывăлĕсем вара çÿлелле хăпарнă та Дофаима хирĕç выртакан сăртлăха йышăннă, вĕсен пĕр пайне кăнтăр еннелле тата Мохмур юхăм шывĕ хĕрринче ларакан Хус çывăхĕнчи Екревиль текен вырăнăн тухăç енне янă; ытти Ассири çарĕ айлăма вырăнаçнă та пĕтĕм çĕр питне хупланă: вĕсен йышлă халăхлă чатăрĕсемпе лавĕсем таçта çитиех тăсăлнă.

(19) Израиль ывăлĕсем хăйсен Çÿлхуçа Туррине тилмĕрсе чĕннĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсем хуйха ÿкнĕ, ĕнтĕ вĕсене пур енчен те тăшмансем çавăрса илнĕ, вĕсенчен тарса хăтăлма та май юлман.

(20) Вĕсене пĕтĕм Ассири çарĕ хупăрласа тăнă, — çуран çар, вăрçă ураписем, юланутлă çар, — вăтăр тăватă кун тăнă вĕсем; Ветилуя хулинче пурăнакансен савăчĕсенче тумлам шыв та юлман,

(21) шыв тытакан вырăнсем те типсе ларнă, вĕсем ĕнтĕ пĕрре те тăраниччен шыв ĕçеймен, мĕншĕн тесессĕн ăна виçепе виçсе панă.

(22) Вĕсен ачисен те, арăмĕсен те, яшĕсен те хевти пĕтнĕ; шывсăр халсăрланса çитнĕскерсем хула урамĕнчех, хапха анисенчех кая-кая ÿкнĕ, вĕсен ĕнтĕ чĕптĕм тĕрек те юлман.

(23) Вара пĕтĕм халăх — çитĕннĕ яшсем, арăмсем, пĕчĕк ачасем — Озияпа хула пуçлăхĕсем патне пуçтарăннă, хыттăн макăра-макăра аслă çынсене çапла каланă:

(24) пирĕнпе сирĕн хушшăмăртине Турă татса патăр; Ассур ывăлĕсене килĕшÿ сĕнмесĕр эсир пирĕншĕн питех те пысăк тĕрĕсмарлăх турăр;

(25) халь ĕнтĕ пире пулăшакан çук: Турă пире тăшман аллине пачĕ, эпир шывсăр антăхса хăрушла вилĕмпе пĕтĕпĕр.

(26) Халĕ те пулин чĕнсе илĕр те вĕсене пĕтĕм хулана Олоферн халăхĕпе унăн çарне парăр, çаратчăр ĕнтĕ вĕсем,

(27) пирĕншĕн вĕсен аллине лексе çарату тÿсни аванрах: эпир вĕсен чури пулсан та, пирĕн чун чĕрĕ юлĕ; куçăмăрсем хамăрăн кăкăр ачисен, арăмăрсен, ачамăрсен чунĕ тухнине курмĕç.

(28) Акă тÿпепе çĕр курса тăтăр — Туррăмăр, аттемĕрсен Çÿлхуçи, пире хамăрăн çылăхсемшĕн, аттемĕрсен çылăхĕсемшĕн тавăракан Турă, курса тăтăр, Вăл паян эпир тархасланă пек тутăрччĕ.

(29) Вара çакăнта пухăннă çынсем пурте кăшкăрса йĕре пуçланă, Çÿлхуçа Турра тархасланă.

(30) Озия каланă вĕсене: тăванăмсем, ан хуйхăрăр! тата пилĕк кун чăтăр-ха, çак хушăра Çÿлхуçа Туррăмăр пирĕн çине хĕрхенсе пăхĕ, Вăл пире пĕтме памĕ, тенĕ.

(31) Çак кунсем иртсен те пирĕн пата пулăшу çитмесен, эпĕ эсир каланă пек тăвăп, тенĕ.

(32) Вара халăха каялла тапăра янă, арçыннисем хула хÿми çине, пашнесем çине таврăннă, арăмĕсемпе ачисем хăйсен килĕсене саланнă; ĕнтĕ пĕтĕм хулипех хуйха ÿкнĕ.

8

(1) Çавăн чухне кун çинчен Иудифь илтнĕ. Вăл Мерария хĕрĕ пулнă, Мерария ашшĕ — Окс, Окс ашшĕ — Иосиф, Иосиф ашшĕ — Озиил, Озиил ашшĕ — Елкий, Елкий ашшĕ — Анания, Анания ашшĕ — Гедеон, Гедеон ашшĕ — Рафаин, Рафаин ашшĕ — Акифон, Акифон ашшĕ — Илий, Илий ашшĕ — Елиав, Елиав ашшĕ — Нафанаил, Нафанаил ашшĕ — Саламиил, Саламиил ашшĕ — Саласадай, Саласадай ашшĕ Иеиль пулнă.

(2) Ун упăшки Манассия,— вăл арăмĕпе пĕр йăхран, пĕр ăруран пулнă, — урпа вырнă чухне вилнĕ;

(3) хирте, кĕлте çыхакансем патĕнче тăнă чухне, ăна хĕвел анăратнă, вăл кайран вырăнпах выртнă та хăйĕн хулинче Ветилуяра вилнĕ; ăна Дофаимпа Валамон хушшинчи хире, ашшĕсемпе юнашар, пытарнă.

(4) Иудифь ĕнтĕ хăйĕн килĕнче виçĕ çул та тăватă уйăх тăлăх пурăннă.

(5) Вăл çурчĕ тăррине хăй валли чатăр туса лартнă, хуйхă тумĕ тăхăннă, тăлăх арăм тумĕпе çÿренĕ.

(6) Тăлăха юлнăранпа вăл яланах типĕ тытнă; шăматкун умĕн те шăматкун, çĕнĕ уйăх умĕн те çĕнĕ уйăх кунĕнче тата Израиль килĕн уявĕсемпе чаплă кунĕсенче çеç типĕ тытман.

(7) Сăнĕ-сăпачĕпе вăл илемлĕ пулнă, пичĕ-куçĕ кăмăллă пулнă; упăшки, Манассия, ăна ылтăн-кĕмĕл, тарçă-тĕрçĕ, выльăх-чĕрлĕх, уйхир парса хăварнă, Иудифь çавăнпа хуçа пулса пурăннă.

(8) Ăна никам та пĕр сивĕ сăмахпа та ÿпкелеймен, мĕншĕн тесессĕн вăл Турăран хăраса пурăннă.

(9) Вăл шывсăр аптăраса çитнипе хăраса ÿкнĕ халăх пуçлăха хирĕç ÿпкелешсе калаçни çинчен илтнĕ, Иудифь ĕнтĕ Озия вĕсене мĕнле сăмахсем калани çинчен те, вăл пилĕк кунран хулана Ассири çарне пама тупа туни çинчен те илтнĕ,

(10) вара вăл хăйĕн çуртне-туприне пăхса тăракан хĕрарăм тарçине хула пуçлăхĕсене Озияна, Хаврина тата Хармина чĕнме янă.

(11) Лешĕсем çитнĕ, вара Иудифь вĕсене каланă: Ветилуя халăхĕн пуçлăхĕсем, итлĕр-ха мана! сирĕн сăмахăр, паян халăх умĕнче каланă сăмахăр, тĕрĕс мар, Турăпа хăвăр хушшăрта тупа туса, çак кунсенче пире Çÿлхуçа пулăшмасан, хулана хамăрăн тăшмансене паратпăр тени тĕрĕс мар.

(12) Эсир паян Турра сăнарăр, этем ывăлĕсем хушшинче Турă вырăнне тăтăр, çапла тума кам вара эсир?

(13) Акă халĕ эсир Пурне те Тытса Тăракан Çÿлхуçана сăнатăр, анчах нихăçан та нимĕн те пĕлеймĕр,

(14) мĕншĕн тесессĕн эсир этем чĕрине витĕрех пĕлсе çитереймĕр, унăн шухăшĕн сăмахĕсене те ăнланса пĕтереймĕр: ара, çакна пултарнă Турра мĕнле сăнама пултараятăр эсир, Унăн ăсне, Унăн шухăшне мĕнле ăнланаятăр? Çук, тăванăмсем, Çÿлхуçа Туррăмăра ан çиллентерĕр!

(15) Вăл пире çак пилĕк кун хушшинче пулăшас мар тесессĕн, ку — Унăн ирĕкĕ, Вăл пире хăш кун хÿтĕлес тет, çавăн чухне хÿтĕлет е пире хамăр тăшмансем умĕнче пĕтерме те пултарать.

(16) Çÿлхуçа Туррăмăр вăйне саклата ан хывăр: Турра этеме юнанă пек юнама юрамасть, Ăна этем ывăлне мĕн тумаллине кăтартнă пек кăтартма та юрамасть.

(17) Çавăнпа та, Унран çăлăнăç кĕтсе, Ăна хамăра пулăшма йăлăнăпăр, кăмăлĕ пулсан, Вăл пирĕн сасса илтĕ,

(18) мĕншĕн тесессĕн этем алли тунă турăсене пуççапни пирĕн йăхра пулман, хальхи вăхăтра та пĕр йăх та, пĕр ăру та, пирĕн пĕр халăх та, пĕр хула та ун пек тумасть, вăл унччен çавăн пек пулнă,

(19) çавăнпа та пирĕн аттесене хĕç айне ÿкернĕ, çаратнă, хамăрăн тăшмансем умĕнче вĕсем хăрушла пĕтнĕ.

(20) Эпир вара Унсăр пуçне урăх Турра пĕлместпĕр, çавăнпа та ĕнтĕ Вăл пире, пирĕн ăрури пĕр çынна та пăрахмĕ тесе шанатпăр.

(21) Пире тыткăна илсен пĕтĕм Иудея та пĕтет, пирĕн таса вырăнсене çаратса-çĕмĕрсе пĕтерĕç, вĕсене ирсĕрлетнĕшĕн Вăл пирĕнтен шыраса илĕ,

(22) пирĕн тăванăмăрсене вĕлернĕшĕн, çĕре тыткăнланăшăн, пирĕн еткере çаратса тухнăшăн Вăл ытти халăхсене мар, пире айăплĕ, çак айăпа пирĕн пуç çине ÿкерĕ, эпир вара çав халăхсен чурисем пулăпăр, хамăра пăхăнтарнă халăхсенчен ултавпа мăшкăл тÿсĕпĕр;

(23) чуралăх пирĕншĕн чыс пулмĕ, Çÿлхуçа Туррăмăр ăна чыссăрлăх вырăнне хурĕ.

(24) Эппин, тăванăмсем, хамăрăн тăванăмăрсене кăтартар-ха: вĕсенĕн пурăнăçĕ пирĕнтен килет, сăваплă япала семпе Çÿлхуçа Çурчĕ тата парне памалли вырăн пирĕн çинче тытăнса тăрать.

(25) Çакăншăн пуриншĕн те Çÿлхуçа Туррăмăра тав тăвар, Вăл пире хамăр аттесене сăнанă пек сăнать.

(26) Аса илĕр-ха, Вăл Авраама мĕн кăтартнă, Исаака мĕнле сăнанă, Месопотамири Сирире амăш тăванĕн Лаванăн сурăхĕсене кĕтнĕ чухне Иаков мĕн курса пĕтнĕ:

(27) Вăл вĕсен чĕрисене асаплантарас тесе сăнаман, çавăн пекех пире те тавăрмасть Вăл, Çÿлхуçа Хăй патне çывăхаракансене ăса кĕртес тесе çапла хĕн кăтартать, тенĕ Иудифь.

(28) Озия каланă ăна: эсĕ çакна пĕтĕмпе ырă чĕрÿ хушнипе каларăн, сан сăмахна никам та хирĕç пулмĕ,

(29) мĕншĕн тесессĕн эсĕ мĕнешкел ăслине паянтан çеç мар пĕлеççĕ, эсĕ мĕн пĕчĕкренпех ăслă-тăнлă та ырă чун-чĕреллĕ пулнине пĕтĕм халăх пĕлсе тăрать.

(30) Анчах та халăх шывсăр аптăраса çитрĕ, çавăнпа вăл пусахласах пире çавăн пек калаттарчĕ, хăй хушнине тума пире тупа тутарттарчĕ, эпир ĕнтĕ çав тупана пăсмастпăр.

(31) Эсĕ — сăваплă арăм, пирĕншĕн кĕлтусамччĕ, Çÿлхуçа вара пирĕн шыв тытмалли вырăнсене тултарма çумăр ярса парĕ те, шывсăр урăх асапланмăпăр эпир, тенĕ.

(32) Иудифь каланă вĕсене: итлĕр-ха мана — эпĕ пĕр ĕç тăвăп, ăна пирĕн йăхăн ывăлĕсем ăруран ăрăва пĕлтерĕç.

(33) Эсир çак каç çĕрле хула хапхи патне тухса тăрăр, эпĕ унта хамăн хĕрарăм тарçăмпа пырăп, эсир хулана тăшмансене пама пулнă кунччен Çÿлхуçа Израиле манăн аллăмпа пулăшма çитĕ.

(34) Анчах манăн ĕçĕм-тĕллевĕм çинчен ан ыйтăр, мĕншĕн тесессĕн хам шутласа хунине туса пĕтериччен эпĕ сире нимĕн те каламăп, тенĕ Иудифь.

(35) Вара ăна Озияпа пуçлăхсем каланă: канăçлă кай, сан умунта — пирĕн тăшмансене тавăракан Çÿлхуçа Туррăмăр! тенĕ.

(36) Ĕнтĕ вĕсем Иудифь чатăрĕнчен тухнă та хăйсен çарĕ патне кайнă.

9

(1) Иудифь вара çĕре ÿксе пуççапнă, пуçĕ çине кĕл сапнă, çийĕнчи хурлăх тумне хывса пăрахнă; çак вăхăтра Иерусалимра Çÿлхуçа Çуртĕнче тин çеç фимиам тĕтĕрнĕ пулнă, Иудифь пĕтĕм чун хавалĕпе Çÿлхуçана тилмĕрсе йăлăннă:

(2) эй манăн аттемĕн Симеонăн Çÿлхуçа Туррийĕ, Эсĕ ун аллине ют йăх çыннисене тавăрмашкăн хĕç тыттарнă: хĕр варне уçса мăшкăл тунă, ун пĕççине уçса намăс кăтартнă, унăн варне хур туса ирсĕрлетнĕ ют йăх çыннисене тавăрма хĕç тыттарнă! Эсĕ: ун пек ан пултăр, тенĕ, анчах вĕсем çавăн пек тунă.

(3) Çавăншăн Эсĕ вĕсен аслă çыннисене вилĕм аллине панă, илĕртсе улталанине курнă выртан вырăнне юнпа пĕветнĕ, чурисене хуçисем çумĕнче, хуçисене хăйсен чаплă пуканĕ çинчех вĕлерсе тухнă,

(4) вĕсен арăмĕсене çаратма панă, хĕрĕсене тыткăна панă, мĕнпур тупăша Хăв юратакан ывăлусем хушшинче уйăрнă, вĕсем Эсĕ тăрăшнă пек тăрăшнă, хăйсен юнне ирсĕрлетнинчен йĕрĕнсе Сана пулăшма чĕннĕ. Эй Турă, Турăçăм, мана, тăлăх арăма, илтсемччĕ!

(5) Эсĕ чи малтан пулнине пултарнă, хальхине те, ун хыççăн пулнине те пултарнă, ăсунта паянхине те, пулассине те пĕлнĕ, Эсĕ мĕн тума шухăшланă, çавă пулнă та;

(6) мĕн палăртнă, çавă çитнĕ те каланă: эпĕ кунтах. Мĕншĕн тесессĕн Санăн пур çулу та хатĕр, Хăвăн сутна Эсĕ малтанах курса тăратăн.

(7) Акă ĕнтĕ Ассири халăхĕ хăватланчĕ, учĕпе, юланутçипе мăнаçланаççĕ; çуран çарĕн вăйĕпе мухтанаççĕ, хулканне, сăннине, уххине, чулравне шанаççĕ, хăйсем вара Эсĕ вăрçа-харçа аркатакан Çÿлхуçа пулнине пĕлмеççĕ.

(8) Санăн яту — Çÿлхуçа; вĕсен тĕрекне Хăвăн хăватупа аркатсамччĕ, вĕсен вăйне Хăвăн çиллÿпе пĕтерсемччĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсем Санăн таса Çуртна ирсĕрлетме, Санăн чапун ячĕпе хисепленекен тăнăçлă халăха мăшкăл кăтартма, Сана парне паракан вырăнăн мăйракине çĕмĕрме шут тытнă.

(9) Вĕсен мăнкăмăллăхне курсамччĕ, вĕсен пуçĕ çине Хăвăн çиллÿне ярсамччĕ, хам шутласа хунине тумашкăн манăн, тăлăх арăмăн, аллине хевте парсамччĕ.

(10) Ман чĕлхем калакан чее сăмахпа чурине — çулпуçĕ умĕнче, çулпуçне хăйĕн чури умĕнче пĕтерсемччĕ, вĕсен мăнаçлăхне арăм аллипе аркатсамччĕ:

(11) Санăн вăйу йышра мар, Санăн хăвату хăватлисенче мар; Эсĕ — йăвашшисен Турри, Эсĕ — кĕçĕне юлнисене пулăшаканĕ, хевтесĕррисен хутне кĕрекенĕ, халтан кайнисене хÿтĕлекенĕ, шанчăка çухатнисене çăлаканĕ.

(12) Çапла, çапла, манăн аттемĕн Турри, Израиль еткерĕн Турри, тÿпепе çĕр Пуçлăхĕ, шыва Пултараканĕ, Хăв пултарнă кирек мĕнĕн те Патши! Манăн кĕллĕме илтсемччĕ,

(13) çакăн пек тусамччĕ: манăн сăмахăм, манăн чеелĕхĕм Санăн халална хирĕç, Санăн сăваплă Çуртна, Сион çÿллĕшне тата Санăн ывăлусен еткер çуртне хирĕç тискер ĕç тума шухăш тытнисемшĕн суран та хĕн-асап пулччăр.

(14) Хăвăн пĕтĕм халăхна, кашни йăха ăса кĕртсемччĕ, курччăр вĕсем, Эсĕ — Турă, пур тĕрекĕн, пур хăватăн Турри, Сансăр пуçне Израиль йăхне хÿтĕлекен урăх çук.

10

(1)  Израиль Туррине тилмĕрсе йăлăннă хыççăн, çак сăмахсене каласа пĕтерсен,

(2) Иудифь ура çине тăнă та, хăйĕн хĕрарăм тарçине чĕнсе илсе, шăмат кунĕсемпе уяв кунĕсене ирттерекен пÿрте кĕнĕ.

(3) Кунта вăл хăй тăхăнса çÿрекен хуйхă тумне те, тăлăх арăм тумне те хывса таса шывпа çăвăннă, хаклă мирăпа сĕрĕннĕ, çÿçне тураса пуç çыххи çыхнă, упăшки, Манассия, чĕрĕ чухне тăхăнса çÿренĕ хаваслăх тумне тăхăннă;

(4) урине вăл сантали тăхăннă, вăчăрасемпе, сулăсемпе, çĕрĕсемпе, хăлха алкипе тата пĕтĕм селĕм тумĕпе капăрланса вăл хăйне курас ар куçĕсене илĕртме çапла хитреленнĕ.

(5) Унтан хăйĕн хĕрарăм тарçине эрех тултарнă такмак, пĕр савăт çу тыттарнă, хутаççине çăнăх, типĕтнĕ улма-çырла тата таса çăкăрсем чикнĕ, çак апат-çимĕçе чĕркесе тарçин хул-çурăмĕ çине хунă.

(6) Ветилуя хулин хапхи патне çитсен, унта вĕсем çавăнта тăракан Озияна тата хула пуçлăхĕсене Хавринпа Хармина тĕл пулнă.

(7) Иудифе курсан, унăн сăн-пичĕ, тумĕ епле улшăннине курсан, вĕсем ун илемĕнчен питех те тĕлĕннĕ, вара каланă ăна:

(8) Турă, пирĕн аттемĕрсен Турри, сана тивлет патăрччĕ, Израиль ывăлĕсене савăнтарма, Иерусалим чапне ÿстерме эсĕ шутласа хунине пурăнăçлатăрччĕ, тенĕ. Иудифь Турă умĕнче тайăлнă та

(9) вĕсене çапла хуравласа каланă: ман валли хула хапхине уçма хушăр; эпĕ сирĕнпе калаçнă ĕçе тума каятăп, тенĕ. Вара яш ачасене Иудифь мĕн каланине тума, ун валли хапха уçма хушнă.

(10) Лешĕсем çавăн пек тунă. Иудифьпе унăн хĕрарăм тарçи вара тухса кайнă; хула пуçлăхĕсем ăна мĕн куçран çухаличчен — ту çинчен анса айлăмпа пынине — хыçалтан пăхса тăнă.

(11) Вĕсем айлăмпа тÿррĕн кайнă, акă Иудифе Ассири çарĕн малти хуралĕ тĕл пулнă,

(12) вĕсем ăна ярса тытнă та çапла ыйтнă: эсĕ кам йăхĕнчен пулатăн, ăçтан килетĕн, ăçта каятăн? Вăл хуравласа каланă: эпĕ — еврей хĕрĕ, çавсенчен таратăп, мĕншĕн тесессĕн вĕсене сирĕн аллăра ÿкерĕç, вĕсем çапла пĕтĕç.

(13) Эпĕ Олоферн патне, сирĕн çарăн çулпуçĕ патне, тĕрĕс сăмах пĕлтерме, тĕрĕс çул кăтартма каятăп, çав çулпа кайсан вăл хăйĕн çарĕнчи пĕр çынна, пĕр чуна çухатмасăр пĕтĕм ту-сăртлă çĕршыва ярса илĕ, тенĕ.

(14) Иудифе итлесе тăракан, ăна сăнаса пăхакан çынсене вăл ытармалла мар илемлĕ курăнса кайнă, вара вĕсем ăна каланă:

(15) пирĕн хуçамăр патне килме васкаса эсĕ хăвăн чунна çăлса хăвартăн; унăн чатăрĕ патне кай, пирĕн çынсем сана унăн аллине çитеричченех ăсатса ярĕç.

(16) Ун умне тăрсассăн, санăн чĕрÿ ан сехĕрлентĕр, эсĕ хăвăн сăмахна кала, ĕнтĕ вăл сана ырăлăх тăвĕ, тенĕ.

(17) Вара хăйсен хушшинчен çĕр çын суйласа илсе, вĕсене Иудифьпе унăн тарçине сыхласа пыма хушнă, лешĕсем вĕсене Олоферн чатăрĕ патне илсе кайнă.

(18) Акă ĕнтĕ пĕтĕм тапăр йăшăлтатма пуçланă, мĕншĕн тесессĕн Иудифь çинчен пур чатăра та хыпар çитнĕ; чупса тухнă халăх ăна пур енчен те çавăрса илнĕ, вăл вара хăйĕн çинчен Олоферна пĕлтерессе кĕтсе ун чатăрĕ тулашĕнче тăнă;

(19) пурте ун илемĕнчен тĕлĕннĕ, ăна пула Израиль ывăлĕсенчен те тĕлĕннĕ, кашнийĕ тепĕрне каланă: çав халăхăн арăмĕсем çакăн пек пулсан, унран кам йĕрĕнме пултартăр? Вĕсенĕн пĕр арçыннине те чĕрĕ хăварма юрамасть, ун пек туни ăссăрлăх çеç, мĕншĕн тесессĕн чĕрĕ юлнисем хăйсен чеелĕхĕпе пĕтĕм çĕре çĕнтерме пултараççĕ.

(20) Çав хушăра Олоферн патĕнче çывăракансем тата уншăн ĕçлесе тăракансем пурте Иудифь патне тухнă та ăна чатăра илсе кĕнĕ.

(21) Олоферн ылтăнпа, изумрудпа тата ытти хаклă чулсемпе эрешленĕ хĕрхĕлтĕм чаршав хыçĕнчи вырăн çинче канса выртнă.

(22) Иудифь çинчен илтсессĕн, вăл чатăрти малти пÿлĕме тухнă, ун умĕнчен кĕмĕл лампадăсем йăтса пынă.

(23) Хăйсен умĕнче тăракан Иудифе курсассăн, Олофернпа унăн çыннисем пурте çак арăмăн илемлĕ сăн-питĕнчен тĕлĕнсех кайнă. Иудифь вара Олоферн умне çĕре ÿксе пуççапнă, ун çыннисем ăна ура çине йăтса тăратнă.

11

(1) Олоферн каланă ăна: хăюллă пул, арăм; санăн чĕрÿ ан сехĕрлентĕр, мĕншĕн тесессĕн эпĕ пĕтĕм çĕр патшине Навуходоносора хăй ирĕккĕн пăхăнма шутланă çынна никама та усал туман.

(2) Халĕ те акă санăн халăху, ту-сăртлă çĕршывра пурăнаканскер, мана хисеплеме пĕлнĕ пулсан, эпĕ ăна хирĕç сăннăма çĕклеместĕмччĕ; хăйсем валли хăйсем çапла турĕç вĕсем.

(3) Кала-ха мана: мĕншĕн эсĕ вĕсен патĕнчен пирĕн пата тарса килтĕн? Эсĕ кунта çăлăнăç тупăн; ан хăра: эсĕ ку каç та, кайран та чĕрĕ пулăн,

(4) мĕншĕн тесессĕн сана никам та кÿрентермĕ — пачах урăхла, манăн хуçамăн, Навуходоносор патшанăн, чурисене ырăлăх тунă пек, сана кирек кам та ырăлăх тăвĕ, тенĕ Олоферн.

(5) Иудифь ăна каланă: хăвăн чуру каланине итлесемччĕ; чуру санăн умунта калатăр: çак каç эпĕ хамăн хуçама суя сăмах каламăп.

(6) Эсĕ хăвăн чуру каланă пек тусассăн, Турă сан урлă пĕр ĕç тăвĕ, ĕнтĕ хуçамăм тума шухăшласа хунисем йăнăш пулмĕç.

(7) Навуходоносор, пĕтĕм çĕр патши, сывă пултăр, унăн патшалăхĕ те сывă пултăр, вăл сана пур чуна та сыватма янă. Мĕншĕн тесессĕн сан урлă ăна çынсем çеç мар пăхăнса тăрĕç, сан вăю урлă хирти тискер кайăксем те, выльăх-чĕрлĕх те, тÿпери кайăксем те Навуходоносорпа унăн килне парăнса пурăнĕç.

(8) Ĕнтĕ эпир санăн ăслăлăху çинчен, эсĕ епле чее ăслă пулни çинчен илтнĕ, пĕтĕм патшалăхра пĕр эсĕ çеç ыррине, эсĕ нумай пĕлекен çын иккенне, вăрçă-çапăçура тĕлĕнмелле паттăр пулнине пĕтĕм тĕнче пĕлсе тăрать.

(9) Санăн пухăвунта Ахиор мĕн каланине эпир илтнĕ, мĕншĕн тесессĕн Ветилуя çыннисем ăна чĕрĕ хăварчĕç те, вăл пире сана мĕн каланине йăлтах каласа пачĕ.

(10) Çавăнпа та, аслă хуçамăр, унăн сăмахне ахаль ирттерсе ан яр, ăна чĕрÿне хыв, мĕншĕн тесессĕн тĕрĕс сăмах вăл: пирĕн йăх хăйĕн Турри умĕнче çылăха кĕмесен, ăна айăплама çук, пире хĕç витмест.

(11) Ĕнтĕ ман хуçамăма хирĕç тăраймĕç, унăн ĕçĕ те ăнăçсăр пулмĕ, вĕсене вара вилĕм çитĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсем çылăх ăшне кĕрсе ÿкнĕ, тума юраманнине туса хăйсен Туррине çиллентереççĕ;

(12) халь вĕсен апат-çимĕçĕ пĕтсе çитнĕ, шывĕ те тумлам юлман, çавăнпа ĕнтĕ вĕсем выльăх-чĕрлĕхне пусма шут тытнă, Турă Хăйĕн саккунĕнче хытарсах çиме чарнă çимĕçе çиме шутлаççĕ.

(13) Вĕсем ĕнтĕ малтан ĕлкĕрнĕ тулла, эрехпе çăвăн вуннăмĕш пайне те çиме шут тытнă, çав таса япаласем вара Иерусалимра Турă умĕнче тăракан священниксем валли упранаççĕ, ахаль çыннăн никамăн та вĕсене çиме мар, пÿрнепе тĕкĕнме те юрамасть.

(14) Вĕсем Иерусалима çынсем янă, мĕншĕн тесессĕн унта пурăнакансем те çапла тунă, вара унтан аслă çынсен пухăвĕнчен кунта та çапла тума ирĕк илсе килнĕ.

(15) Çак хыпара пĕлтерсенех вĕсем хăйсем шутланине тăвĕç те вара çав кунах санăн аллуна лекĕç.

(16) Çавăнпа ĕнтĕ эпĕ, санăн чуру, çакна пĕлсенех вĕсем патĕнчен тарса килтĕм, мана Турă санпа пĕрле пысăк ĕçсем тума ячĕ, ун çинчен кирек ăçта илтсен те пĕтĕм тĕнче тĕлĕнĕ,

(17) мĕншĕн тесессĕн санăн чуру таса пурăнать, ир те, каç та Çÿлти Турра кĕлтăвать. Халĕ вара, хуçамăм. эпĕ сан патăнта юлăп. Анчах санăн чуру кашни каç айлăма Турра кĕлтума тухтăр — Вăл мана вĕсем хăçан хăйсен ирсĕр ĕçне тунине уçса парĕ.

(18) Эпĕ çакна сана килсе пĕлтерĕп, эсĕ вара çавăн чухне хăвăн мĕнпур çарупа тух — вĕсенчен пĕри те сана хирĕç тăраймĕ.

(19) Эпĕ сана Иудея витĕр Иерусалима çити ертсе кайăп; ун варрине санăн аслă пуканна лартăп, эсĕ вĕсене кĕтÿçсĕр тăрса юлнă сурăхсене хăваланă пек хăвалăн — сана хирĕç йытă та çăварне уçаймĕ. Çакна мана Турă уçса панă, мана пĕлтернĕ, мана çакăн çинчен сана хыпар тума янă, тенĕ Иудифь.

(20) Иудифь сăмахĕсем Олофернпа унăн мĕнпур тарçине килĕшнĕ. Вĕсем Иудифь ăсĕнчен тĕлĕнсе каланă:

(21) çĕрĕн пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне тухса та кун пек илемлĕ сăн-питлĕ те ăслă-тăнлă чĕлхеллĕ арăм тупаймăн, тенĕ.

(22) Олоферн каланă ăна: çак халăх умĕнчен малтан сана ярса Турă лайăх тунă, капла пирĕн алăра вăй, манăн хуçана итлеменнисем хушшинче вилĕм пулĕ.

(23) Санăн сăну-питÿ илемлĕ, сăмахусем ырă. Эсĕ ху каланă пек тусассăн, санăн Турру манăн Туррăм пулĕ; эсĕ Навуходоносор патша çуртĕнче пурăнăн, пур çĕрте те ятлă-сумлă пулăн, тенĕ.

12

(1) Олоферн ĕнтĕ Иудифе хăйĕн кĕмĕл савăчĕсем упранакан вырăна илсе кĕме хушнă, ăна хăйĕн апат-çимĕçне çиме, хăйĕн эрехне ĕçме каланă.

(2) Анчах та Иудифь каланă ăна: эпĕ куна çиместĕп, ку хама илĕртсе çылăха кĕни пулĕ, мана хампа пĕрле илсе килнĕ апат-çимĕçе паччăр, тенĕ.

(3) Олоферн каланă ăна: хăвпа пĕрле илсе килни пĕтсессĕн, ун пек апата эпир сана ăçтан тупса парăпăр? Пирĕн хушшăмăрта сан ăрăвун çыннисем çук-çке, тенĕ.

(4) Иудифь ăна хуравласа каланă: санăн чуну сывă пултăр, хуçамăм; санăн чуру илсе килнĕ апат пĕтиччен Çÿлхуçа Хăй мĕн тума шутланине ман аллăмпа туса çитерĕ.

(5) Вара ăна Олоферн тарçисем чатăра илсе кĕнĕ, вăл унта çур çĕрччен çывăрнă; ирхи хурал черечĕ килес умĕн тăнă та Олоферн патне çапла хыпар янă: хуçамăм хуштăрччĕ: мана, хăйĕн чурине, кĕлле тухма ирĕк паччăр.

(7) Олоферн ĕнтĕ хăйĕн сыхлавçисене ăна чарса тăма хушман. Иудифь вара вĕсен тапăрĕнче виçĕ кун пурăннă, кашни каç Ветилуя айлăмне тухса тапăр çывăхĕнчи çăл шывĕпе çăвăннă.

(8) Кашни тухмассерен вăл Израилĕн Çÿлхуçа Туррине кĕлтунă, хăйне Унăн халăхĕн ывăлĕсене çăлмалли çул çине илсе тухма йăлăннă.

(9) Кĕлĕрен таврăнсан вăл, тасаскер, чатăрта пулнă, каçпа ăна апат пырса панă.

(10) Тăваттăмĕш кунĕнче Олоферн хăйĕн пĕр чи çывăх тарçисем валли çеç ĕçкĕ-çикĕ тунă, вăл унта ытти ĕçсене туса тăракансене пĕрне те чĕнмен.

(11) Вăл хăйĕн мĕн пуррине тытса тăракан Вагой хайрана каланă: кай та ху патăнти еврей хĕрарăмне пирĕнпе пĕрле ĕçсе çиме илсе кил;

(12) пире çавăн пек арăма пĕччен, унпа калаçмасăр, хăварма намăс; хăйне чĕнмесен вăл кулĕ пирĕнтен, тенĕ.

(13) Вагой вара, Олоферн патĕнчен тухса, Иудифь патне кĕнĕ те каланă ăна: ытарайми çамрăк хĕрарăм, манăн хуçамăм патне пыма, ун умĕнче чыс курма, пирĕнпе пĕрле савăнса эрех ĕçме килĕшсемччĕ, çак кун Навуходоносор килĕнче тăракан хĕрсем пек, Ассур ывăлĕсен пĕр хĕрĕ пек, пулсамччĕ, тенĕ.

(14) Иудифь каланă ăна: хуçамăм сăмахне хирĕç тăма кам вара эпĕ? Хуçамăма мĕн кирлĕ, эпĕ çавна тума васкăп, кайран эпĕ мĕн виличчен çакăнпа йăпанса пурăнăп, тенĕ.

(15) Вара вăл тăнă та хÿхĕм тум тăхăнса, пĕтĕм эрешне çакса хитреленнĕ; акă унăн хĕрарăм тарçи çитнĕ, вăл Олоферн умне, çĕре, Иудифь валли кавирсем сарса хунă, çав кавирсене ăна Вагой куллен вĕсем çинче ларса апатланма панă пулнă.

(16) Ĕнтĕ Иудифь çитнĕ, кĕрекере ларнă Олофернăн чĕри хускалнă, чунĕ пăлханса ÿкнĕ: вăл питех те Иудифьпе çывăхланасшăн пулнă, мĕн курнăранпах ăна илĕртсе улталамалли мел шыранă.

(17) Олоферн ăна: ĕç, савăн пирĕнпе пĕрле, тенĕ.

(18) Иудифь каланă ăна: ĕçетĕп, хуçамăм, мĕншĕн тесессĕн  мĕн çуралнăранпа та манăн пурăнăçăм паянхи пек аслă чап курманччĕ, тенĕ.

(19) Вара вăл хăйĕн тарçи хатĕрлесе панине Олоферн умĕнче ĕçнĕ те çинĕ;

(20) Олоферн ĕнтĕ ун çине пăхса савăннă, эрехне питĕ нумай ĕçнĕ, вăл çуралнăранпа пĕр кун та çакăн чухлĕ ĕçсе курман.

13

(1) Вăхăт нумая кайсан, Олоферн чурисем унтан тухса кайма васканă, Вагой вара, хăйĕн хуçи умĕнче тăракансене кăларса ярсан, чатăра тул енчен питĕрсе хăварнă та, лешĕсем ĕнтĕ, чылая тăсăлнă ĕçкĕ-çикĕрен ĕшенсе çитнĕскерсем, çывăрма саланнă.

(2) Чатăрта Иудифь тата ытлашши эрех ĕçнипе ÿсĕрĕлсе хăйĕн вырăнĕ çине тÿннĕ Олоферн çеç тăрса юлнă.

(3) Кĕлĕ тума каятăп тесе, Иудифь хăйĕн хĕрарăм тарçине çывăрмалли пÿлĕмĕн тулашĕнче кĕтсе тăма хушнă пулнă — вăл унччен те кашни кунах çавăн пек тунă. Вăл Вагоя та çаплах каланă.

(4) Пурте,— ватти те, вĕтти те,— тухса кайсан, çывăрмалли пÿлĕмре Иудифь пĕр хăй çеç тăрса юлсан, вăл Олоферн вырăнĕ патне пынă та хăй ăшĕнче пĕтĕм чун-чĕринчен тилмĕрсе каланă: эй Çÿлхуçа, пур вăй-хăватăн Турри! ман аллăм Иерусалима çĕклемешкĕн тăвакан ĕç çине пăхсамччĕ çак сехетре,

(5) мĕншĕн тесессĕн халĕ Санăн еткерне хÿтĕлеме, хам шутласа хунине пурăнăçлама, пире хирĕç тăнă тăшмансене пĕтермелли вăхăт çитрĕ, тенĕ.

(6) Унтан вăл Олоферн вырăнĕ пуçĕнчи пĕчĕк юпа патне пырса унта çакăнса тăракан хĕçе, Олоферн хĕçне, илнĕ те

(7) каялла вырăн патне пырса Олоферна çÿçĕнчен ярса тытнă та каланă: эй Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕ! мана çак кун тĕрек парсамччĕ! тенĕ.

(8) Вара пĕтĕм вăйран икĕ хутчен Олоферна мăйĕнчен хĕçпе сулнă та унăн пуçне касса илнĕ,

(9) унтан унăн кÿлепине вырăн çинчен çĕре пăрахнă та юпаран çакăнса тăракан чаршава сÿсе илнĕ. Кăштахран чатăртан тухнă та вăл хăйĕн хĕрарăм тарçине Олоферн пуçне тыттарнă,

(10) лешĕ ăна апат-çимĕç хутаçне чикнĕ. Вара вĕсем, унчченхи пек, кĕлĕ тума кайнă. Тапăртан иртсе, ту хушăкĕ тавра çаврăнса, Ветилуя тăвĕ çине хăпарнă та хула хапхи еннелле утнă.

(11) Хула хапхине сыхлакансене Иудифь аякранах кăшкăрса каланă: уçăр, уçăр хапхана, пирĕнпе пĕрле Турă, пирĕн Турă, Вăл Израиле татах та вăй парĕ, тăшмансене çĕнтерĕ, Вăл паян та çавăн пек турĕ.

(12) Ун сассине илтсенех хула çыннисем хула хапхи патне васкаварлăн çитнĕ те хула пуçлăхĕсене чĕнтернĕ.

(13) Пурте — пĕтĕм ватти-вĕттийĕ — чупса çитнĕ, мĕншĕн тесессĕн Иудифь таврăнни вĕсемшĕн пĕр кĕтмен япала пулнă, ĕнтĕ Иудифьпе унăн тарçине хапхана уçса шала кĕртнĕ те çутă çутса вĕсене çавăрса илнĕ.

(14) Иудифь ĕнтĕ вĕсене хыттăн çапла каланă: Çÿлхуçана мухтăр, мухтăр, мухтăр Çÿлхуçана, Вăл Хăйĕн ырăлăхне Израиль килĕ тĕлĕнчен сирсе ямарĕ, çак каç пирĕн тăшмансене ман аллăмпа çĕмĕрсе тăкрĕ, тенĕ.

(15) Вара вăл хутаçран пуç кăларса кăтартнă та каланă вĕсене: акă Ассири çарĕн çулпуçĕн Олофернăн пуçĕ, акă унăн чаршавĕ, вăл ун хыçĕнче ÿсĕр выртатчĕ — Çÿлхуçа ăна хĕрарăм аллипе пĕтерчĕ.

(16) Çÿлхуçа чĕрĕ, Вăл мана эпĕ пыракан çул çинче пĕтме памарĕ! хăйĕн пуçне çиме Олоферн манăн сăнпитĕмпе улталанчĕ, анчах мăшкăл кăтартмарĕ, намăсла çылăх тумарĕ, тенĕ.

(17) Пĕтĕм халăх питех те тĕлĕннĕ; çĕре ÿксе Турра пуççапнă, пурте пĕр шухăшлă пулса каланă: эй Туррăмăр, Эсĕ мухтавлă, Эсĕ паян Хăвăн халăхун тăшманĕсене намăс кăтартрăн!

(18) Озия вара Иудифе каланă: хĕрĕм, Çÿлти Турă сана çĕр çинчи пур арăмран та мухтавлă турĕ, тÿпепе çĕре пултарнă Çÿлхуçа Турă, сана пирĕн тăшмансен пуçлăхне мĕнле пĕтермеллине вĕрентнĕ Çÿлхуçа Турă, мухтавлă:

(19) эсĕ мĕнле шанса тăни Турă вăйне асра тытакан çынсен чĕринчен ĕмĕрне те çухалмĕ.

(20) Пирĕн йăха мăшкăл тунă чухне эсĕ хăвăн пурăнăçна хĕрхенмерĕн, эпир ÿкнĕ чухне эсĕ тăшмана хирĕç тухрăн, çакăншăн сана Турă ĕмĕрлĕх чап патăр, ырăлăх патăр — чăнах, эсĕ пирĕн Турă умĕнче çÿрерĕн, тенĕ. Пĕтĕм халăх каланă вара: çапла пултăр, çапла пултăр! тенĕ.

13

(1) Иудифь каланă вĕсене: тăванăмсем, итлĕр-ха мана, çак пуçа илĕр те ăна шĕвĕр тăрăллă хÿме çине тăрăнтарса çакса хурăр.

(2) Ир пулсан, хĕвел тухсассăн, кашнийĕ хăйĕн вăрçă кăралĕпе авăрлантăр, мĕнпур вăйпитти çын хула тулашне тухтăр, вĕсене çулпуç парăр, вара айлăма анма, Ассур ывăлĕсен малта тăракан хуралне хирĕç тухма шутланă пек тăвăр, анчах хăвăр айлăма ан анăр.

(3) Вара вĕсем, хăйсен мĕнпур вăрçă кăралне йăтса, тапăра кайĕç те Ассири çарĕн çулпуçĕсене вăратĕç, унтан Олоферн чатăрĕ патне чупĕç, анчах ăна тупаймĕç; ĕнтĕ вĕсем сехĕрленсе ÿкĕç те сирĕнтен тарма пуçлĕç.

(4) Эсир тата мĕнпур Израиль çĕрĕнче пурăнакансем вĕсене хыçран хăвалăр, вĕсене çул тăршшĕпе вĕлерсе пырăр.

(5) Анчах та çакна тăвиччен малтан ман патăма Аммон çыннине Ахиора чĕнсе килĕр: вăл Израиль килне хурланă çынна, хăйне пирĕн патăмăра вилме тесе янă çынна куртăр, палласа илтĕр, тенĕ.

(6) Часах Озия килĕнчен Ахиора чĕнсе килнĕ. Чĕннĕ çĕре çитсен, вăл халăх хушшинчи пĕр çын аллинче Олоферн пуçне курсан çĕре ÿксе пуççапнă та шалтăрах вăйран кайнă.

(7) Хăйне йăтса тăратсан, вăл Иудифь ури умне ÿксе пуççапнă та каланă ăна: эсĕ Иудея çĕрĕнчи кирек мĕнле килте те, кирек мĕнле халăх хушшинче те мухтавлă пулăн, санăн ятна илтсен, вĕсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнĕç.

(8) Ентĕ каласа парсамччĕ мана: çак кунсенче эсĕ мĕн турăн? Халăх хушшинче тăракан Иудифь ăна пĕтĕмпе — хăй кунтан тухса кайнă кунран пуçласа вĕсемпе калаçакан кун таранччен — каласа панă.

(9) Иудифь каласа пĕтерсен, пĕтĕм халăх хыттăн кăшкăрса янă, çав савăнăçлă сасă хуларах илтĕннĕ.

(10) Израиль Турри мĕн тунине курсан, Ахиор ĕнтĕ пĕтĕм чунчĕререн Турра ĕненсе пăрахнă, хĕрринчи ÿтне касса, Израиль килĕ çумне хутшăннă, вăл паян кунчченех унпа.

(11) Тул çутăлсан Олоферн пуçне хÿме тăррине çакнă; унтан кашни ар хăйĕн вăрçă кăралĕпе авăрланнă та, вĕсем ушкăнăн-ушкăнăн ту айнелле утнă.

(12) Вĕсене курсан, Ассур ывăлĕсем çакăн çинчен хăйсен пуçлăхĕсене пĕлтернĕ, лешĕсем çийĕнчех çулпуçсем патне, пинпÿсем тата хăйсене ертсе пыракансем патне кайнă.

(13) Олоферн чатăрĕ патне пырса, вĕсем унăн пĕтĕм çуртнемулне тытса тăракан çыннине каланă: хуçамăра вăратха, ара, çав чурасем, хăйсем тĕппипех пĕтессе сиснĕ пек, пире хирĕç тухма хăйнă.

(14) Вагой шала кĕрсе чатăр алăкĕнчен шакканă, мĕншĕн тесессĕн вăл Олоферн Иудифьпе çывăрать тесе шутланă.

(15) Никам та сасă паманнине кура, вăл çывăрмалли пÿлĕме уçса шала кĕнĕ те алăк урати патĕнче пуçне касса илнĕ Олоферн вилли выртнине курах кайнă.

(16) Вара вăл кăшкăрса йĕрсе янă, уланă, йынăшнă, хăйĕн тумтирне туртса çурнă.

(17) Кайран вăл Иудифь чатăрне кĕрсе пăхнă, анчах унта никам та пулман. Вара вăл халăх патне чупса тухнă та кăшкăрса янă:

(18) пире чурасем улталарĕç; пĕр еврей арăмĕ Навуходоносор патшанăн килне мăшкăл турĕ, акă ĕнтĕ Олоферн урайĕнче выртать, унăн пуçне касса илнĕ.

(19) Çак сăмахсене илтсен Ассири çарĕн пуçлăхĕсем çийĕнчи тумтирĕсене турта-турта çурнă, ĕнтĕ вĕсен чунĕ шуйханса ÿкнĕ, вара тапăрта шăв-шав, кăшкăрашу пуçланнă.

14

(1) Мĕн пулса иртнине илтсен, чатăрти çынсем пурте хăраса ÿкнĕ,

(2) вĕсен ĕнтĕ сехри хăпса тухнă, пĕри те тăванĕн куçĕ умĕнче тытăнса тăман, вĕсем пурте тарма пуçланă, айлăмри тата ту-сăрт çĕршывĕнчи пур çул тăрăх çын чупнă.

(3) Ту-сăрт çĕршывĕнчи Ветилуя çывăхĕнче тапăрăн чарăнса тăнисем те тарма пуçланă. Вара Израиль ывăлĕсем — кашнийĕ паттăр ар — вĕсене хыçалтан хăваланă.

(4) Мĕн пулса иртнине пĕлтерме, пурте тăшмансене хыçран хăвалаччăр, пĕтерччĕр тесе, Озия ĕнтĕ Ветомасфем хулине, Вивая, Ховая, Хола текен вырăнсене тата Израиль çĕрĕнчи пур кĕтесе те хыпар янă.

(5) Çак хыпара илтсенех Израиль ывăлĕсем, пурте кар тăрса, тăшмана тапăннă, вĕсене Хована çитиччен пĕтерсе пынă; тăшман тапăрĕнче мĕн пулса иртнине Иерусалима та, пĕтĕм ту-сăртлă çĕршыва та пĕлтернĕ, çавăнпа унтан килнисем те, Галаадпа Галилейăран çитнисем те тăшмансене пур енчен те хĕстернĕ, вĕсене хăрушла аркатса пынă, лешĕсем Дамаска çитсе ун хыçнех тарнă.

(6) Ветилуя хулинчи ытти халăх вара Ассири тапăрне тапăннă, ăна çаратса чылаях пуйнă.

(7) Тăшмансене пĕтерсе таврăннă Израиль ывăлĕсем вара ыттине ярса илнĕ; ту-сăрт çĕршывĕнчи ялсене те, айлăмра пурăнакансене те чылай тупăш лекнĕ, мĕншĕн тесессĕн тупăшĕ шутсăр пысăк пулнă.

(8) Çÿлхуçа Израиле епле ырăлăх панине курма тата Иудифе курма, ăна ырă сунма Иерусалимра пурăнакан аслă священник Иоаким тата Израиль халăхĕн пуçлăхĕсем çитнĕ.

(9) Иудифь патне кĕрсенех вĕсем ăна пурте пиллĕх панă та каланă: эсĕ — Израиль мухтавĕ, эсĕ — Израилĕн аслă савăнăçĕ, эсĕ — пирĕн йăхăн аслă чапĕ.

(10) Эсĕ çакна пурне те хăвăн аллупа турăн; эсĕ Израиле ырă турăн, Турă ăна кăмăл тутăр; Пурне те Тытса Тăракан Çÿлхуçа сана ĕмĕрĕмĕре пиллĕх патăр. Вара пĕтĕм халăх: çапла пултăр! тенĕ.

(11) Тăшмансен тапăрне халăх вăтăр кун хушши çаратнă, Олофернăн чатăрне, унăн мĕнпур кĕмĕл савăтне, выртса тăмалли вырăнĕсене, куркисене, унăн пĕтĕм япалине Иудифе панă. Иудифь илнĕ çакна, унтан ашакла лашине кÿлсе туприне урапа çине тиенĕ.

(12) Иудифе курма пĕтĕм Израиль арăмĕ чупса тухнă, вĕсем ăна мухтанă, унăн ячĕпе юрă ушкăнĕ йĕркеленĕ; Иудифь вара аллине иçĕм çулçисемпе яваланă туясем илнĕ те вĕсене хăйпе пĕрле пулнă хĕрарăмсене салатса панă,

(13) вĕсем,— Иудифь тата унпа пĕрле пыракансем,— çу йывăçĕн çулçисенчен тунă пуçкăшăльсем тăхăннă. Иудифь пĕтĕм халăх умĕнче, малта, юрлакан ушкăнра, хăй хыççăн ытти арăмсене ертсе пынă; ун хыççăн пĕтĕм Израиль арĕ — вăрçă кăралĕпе авăрланнă, пуçкăшăль тăхăннă, мухтав юрри юрлакан арçынсем — утса пынă.

(14) Иудифь пĕтĕм Израиль умĕнче тав юрри пуçланă, çак юрра унпа пĕрле мĕнпур халăх юрланă.

16

(1) Иудифь каланă: эй пуçлăр, ман Туррăма тÿнкĕр çапса, ман Çÿлхуçана кимвал çапса мухтама пуçлăр, ăна илемлĕн çĕнĕ юрă юрласа мухтăр, аслăлăр, асăнăр Унăн ятне:

(2) Вăл — Çÿлхуçа Турă, Вăл вăрçăсене аркатать, Хăйĕн вăйне кăтартмашкăн Вăл мана халăх хушшинчен уйăрса илчĕ те тăшмансен аллинчен хăтарчĕ.

(3) Ассур çурçĕрти тусем çинчен çитрĕ, çарĕ шутсăр йышлăччĕ, имĕ-сумĕ те çукчĕ, вĕсем çăлсенчи шыва пĕвелерĕç, вĕсен утлă çарĕ пĕтĕм сăрта хупăрларĕ.

(4) Юнарĕ мана: çĕрĕме çунтарса яма, яш ачамсене хĕçпе пĕтерме, кăкăр ачисене ура айне ывăтма, пĕчĕк ачамсене салатма, хĕрĕмсене тыткăна илсе кайма хăмсарчĕ.

(5) Анчах Пурне те Тытса Тăракан Çÿлхуçа вĕсене арăм аллипе ура айне ÿкерчĕ.

(6) Çавă, вĕсенĕн вăйлă çынни, яшсен аллинчен мар тĕп пулчĕ, ăна улăп ывăлĕсем вĕлермерĕç, ăна тĕреклĕ паттăрсем авса антармарĕç, ăна Иудифь, Мерария хĕрĕ, хăйĕн хитре сăнпичĕпе пĕтерчĕ:

(7) вăл Израильре асап тÿсекенсене çĕклемешкĕн хăйĕн, тăлăх арăмăн, тумне хывса пăрахрĕ, сăн-питне ырă шăршăллă сĕрĕшпе сĕрчĕ,

(8) пуçкăшăль тăхăнса çÿçне хитрелетрĕ, ăна илĕртмешкĕн йĕтĕн тумĕ тăхăнчĕ.

(9) Лешĕ ун уринчи сантали çине ытараймасăр пăхрĕ, арăм илемĕ унăн чунне парăнтарчĕ; çав çын мăйĕ хĕç айне лекрĕ.

(10) Перси çыннисем арăм паттăрлăхĕнчен сехĕрленчĕç, Миди çыннисем ун хăюлăхĕнчен çухалсах кайрĕç.

(11) Ĕнтĕ тăванăмсем, йăвашскерсем, кăшкăрса ячĕç те — лешĕсем хăраса ÿкрĕç, тăванăмсем, халсăрскерсем, кăшкăрса ячĕç те — лешĕсем аптăраса ÿкрĕç, сассине хăпартрĕç те — лешĕсем тарма пуçларĕç.

(12) Вĕсене çамрăк арăмсен ывăлĕсем чикечике пăрахрĕç, вĕсене таркăн чурасен ачисене суранланă пек суранлатрĕç; вĕсем ман Çÿлхуçамăн вăйĕнчен тĕп пулчĕç.

(13) Çÿлхуçамăма мухтаса çĕнĕ юрă юрлатăп. Эй Çÿлхуçамăм, Эсĕ аслă, чаплă, хăватупа тĕлĕнтеретĕн, Сана никам та çĕнтереймĕ!

(14) Эсĕ мĕн пултарни Сана ĕçлесе тăтăр: Эсĕ каланă та — пулнă; Эсĕ Хăвăн Сывлăшна янă та — йĕркеленнĕ, никам та Санăн сассуна хирĕç тăраймĕ.

(15) Санăн сăну умĕнче тусемпе юханшывсем хăйсен тĕпĕнчен хускалĕç, чулсем карас ăвăсĕ евĕр ирĕлĕç, анчах Эсĕ Хăвăнтан хăракансене ырăлăх паратăн, хĕрхенетĕн.

(16) Ырă шăршă тĕтĕрмешкĕн кирек мĕнле парне те пĕчĕк, пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен паха парне те Саншăн нимĕн те мар, анчах Çÿлхуçаран хăракан яланах аслă.

(17) Ман йăхăма тапăнакансене хурлăх çитĕ: Пурне те Тытса Тăракан Çÿлхуçа сут кунĕнче тавăрĕ вĕсене, вĕсенĕн ÿт-тирĕ çине вут-çулăм, хурт ярĕ — вĕсем ыратни-сурнипе асапланĕç, ĕмĕр-ĕмĕрĕпе макăрĕç.

(18) Иерусалима çитсессĕн вĕсем Турра пуççапнă, халăх тасалнă хыççăн вара пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесем, ирĕклĕрен паракан парнесем тата ытти парнесем кÿнĕ.

(19) Иудифь ĕнтĕ хăйне халăх мĕн панине — Олофернăн пĕтĕм савăтне, унăн çывăрмалли пÿлĕмĕнчен илсе тухнă чаршава — Çÿлхуçана парне кÿнĕ.

(20) Халăх Иерусалимра Турă Çурчĕ умĕнче виçĕ уйăх хушши савăннă, Иудифь те вĕсемпе пĕрле пулнă.

(21) Кайран, çав кунсем иртсе кайсассăн, кашнийĕ хăйĕн еткер çĕрне таврăннă, Иудифь вара Ветилуя хулине кайнă, вăл унта хăйĕн килĕнче пурăннă, вăл ĕнтĕ пĕтĕм çĕршывĕпе чапа тухнă.

(22) Нумайăшĕ ăна качча илесшĕн пулнă, анчах та упăшки, Манассия, вилсе канăçлă халăхĕпе пĕрлешнĕ хыççăн унпа пĕр ар та хутăшман.

(23) Унăн чапĕ питех те аслă пулнă, вăл мĕн ватăличчен, çĕр пилĕк çула çитиччен, упăшки килĕнче пурăннă, хăйĕн хĕрарăм тарçине ирĕклĕх парса хăварнă. Вăл Ветилуя хулинче вилнĕ, ăна упăшкийĕн, Манассиян, тупăклăхне ту хушăкне пытарнă.

(24) Израиль халăхĕ уншăн çичĕ кун хушши хÿхленĕ. Килне-хуçалăхне Иудифь хăй виличченех упăшкийĕн, Манассиян, тăванĕсене тата хăй йăхĕнчи çывăх çыннисене уйăрса панă.

(25) Иудифь пурăннă вăхăтра, вăл вилнĕ хыççăн та чылай вăхăт хушши Израиль ывăлĕсене урăх никам та хăратса тăман.

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.