Константин Долгашев, "Вечер на Ильин-горе"

Ырă порăнма вĕренмелли


Николай Золотницкий / Nikkolaj Solotnizkĭ


Торра порĕ чунупа йорат, Ăна ĕнен, поççап. Торă санăн ĕçленине анчах мар, порĕ санăн шохăшланине те корать. Вăл сана çоратрĕ. Çавă сăмаха ан ман, Торă сăмахне итле. Порĕ ĕçшĕн те Унтан вăй тархасла: Торă вăй памасассăн никам та полăшимасть.

Торă чиркÿне манас мар.

Патша пире йоратса осрать, пирĕн те йоратса оншăн Торра поççапас полать.

Попсане, хамăрăн ати-апая (атте-аннене), порĕ сутсане, порĕ ырă çынсене хисеплес полать. Çынсенĕн ырă сăмахĕсене астăвас полать.

Ватă çынсене хисеплесе, хунтан аслă çынсене осал сăмах ан кала, хăвăн тантăшусампа кăмăллă пол, хунтан кĕçĕннине осал ан ту.

Хорăнташсане, сана ырă тăвакансене йорат, сана осал тăвакансене те ан çилен, порне те йоратас, порĕ çынна та лайăх тăвас полать, Торра поççапса вăлсамшăн пор халăхшăн та.

Вилнĕ çынсемшĕн Торра поççапас полать, вăлсен чонĕсене тамăк хоранĕнчен çăлса кăларассишĕн. Çак сăмаха ан ман.

Никампа та ан ятлаç, ан вăрç. Çын çиленнине ху чăт, сана осал тунине каçар, сана тархаслакана лайăх ту.
Ĕçсĕр çÿренинчен пор осал поçтарăнать, Тор омĕнче çылăх. Осал шохăш ĕçсĕртен килет.

Хойăх полсассăн ан макăр. Телей полсассăн ан мохтан. Телей ĕмĕрлĕх мар, вăхăтпала пĕтсе каять.
Ыйтакан çынна пар, хăвăн пор полсассăн. Начар çынна полăш вăй çитнипеле. Хуна ху мохтанса ан çÿре. Пор çынпа лайăх пол, сăмах хошса ан кала.

Ыйтакана кала. Пĕлмен çынна вĕрент. Хойхăллă çынна ырă ту. Кирек хăçан та чăн кала. Сана кам çиллентерчĕ, каçар ăна. Эс кампа вăрçрăн, онпа çораç.

Осал ĕçрен анчах мар, осал сăмахран та хуна асту. Йăваш (конĕ) пол, çиленсе ан çÿре.
Номай ан попле. Сантан аслă çын каласан, он сăмахне ан пăс. Ху поплес килнĕ чохне малтан ху ăспала шохăшла мĕн калама кирлине. Порĕ пĕлнине ан кала. Лайăх пĕлменнине ан попле, çынтан ыйт. Порĕ сăмаха ан попле. Шохăшламасăр ан попле нимĕскер те.

Ĕмĕр де нихăçан та соя ан сой. Тÿрĕ пол. Çынăннине кораймасăр ан çÿре. Васкаса ан ту, кахал (юлхав) ан пол.
Çынăнне ан вăрла, тортса ан ил. Хăвăн мĕн чол пор, çавăнпала порăн. Мĕн кирлине ĕçлесе топ.
Кивçен илнине каялла пар. Мĕн пама полнине пар. Ху çирĕп пол, кахал (юлхав) ан пол. Хытăрах ĕçле. Хытă ĕçлекене Торă йоратать, вăй парать.

Çавă сăмахсене астăвăр, сире лайăх полать.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s