Николай Золотницкий / Nikkolaj Solotnizkĭ
Лайăх çын порнчĕ çĕр çинче. Авраам ятлă. Вăл йăваш полчĕ, оншăн Тор’ăна йоратрĕ. Торă пачĕ ăна пор ырхлăха, пор поянне; ывăлĕ полчĕ пĕрре çех; йоратрĕ Авраам Торра, пор хăйĕн поянĕнчен те ывăлĕнчен те хакла шотларĕ Ăна. Тор’ онăн ăсне коç омне кларасшăн каларĕ ăна ывăлне пусма. Пусма исе кайрĕ вăрмана таса çĕр çине, вотă копи çине çыхса хочĕ; пусма тăрсассăн Ангел Авраамăн аллине пырса тытрĕ; Торă йоратрĕ ăна сăмахне итленĕшĕн: “ан пус”, – терĕ.
Çак’ывăлĕ Исаак ятлăччĕ. Исаакăн ывăлĕ полчĕ Иаков. Иаковăн малтанхи арăмĕнчен вонă ывăл, тепĕр арăмĕнчен икĕ ывăл полчĕç. Тепĕр арăмĕнчен ывăл Иосиф ятлă, таса, ăслă, лайăх, кăмăллă. Ăна ашшĕ поринчен те ытла йоратрĕ. Вон çичĕ çолта чохне, Иосиф тĕлĕк корчĕ: ойра пиччĕшсемпе пĕрле кĕлте çыхрĕç пек, вон икĕ кĕлте; Иосиф кĕлтине вăта çĕре лартрĕ, пиччĕшсен кĕлтисем Иосиф кĕлтине поççапатчĕç пек. Тата тĕлĕк корчĕ: хĕвел, ойăх, вон пĕр çăлтăр ăна поççапрĕç пек. Иосиф çак икĕ тĕлĕкне пиччĕшсене каларĕ. Пиччĕшсем çак сăмаха илтсессĕн çилленсе каларĕç ăна: мĕн тумашкăн эпир сана поççапăпăр, тесе, кориймарĕç ăна, вĕлермешкĕн шохăшларĕç. Аслă пиччĕш ăна хĕрхенсе каларĕ хăй шăльнĕсене: “ан вĕлерĕр ăна”, – терĕ. “Шăтăка ăна прахас”, – терĕ. Шывсăр тарăн шăтăка прахрĕç. Он чохне йот хоçасене иртсе кайнине корчĕç, вăлсене сотса ячĕç Иосифа шăтăкран кларса; ашш’омĕнче соя сойса каларĕç; качака потякки йонĕпе Иосиф том-тирне вараларĕç, ашшĕне кăтартмашкăн парса ячĕç: “çак томтире ой варринче топрăмăр”, тесе. Иаков Иосиф томтирне палларĕ, коç шывĕпе макăрса каларĕ: “кашкăр ăна çисе янă полĕ” терĕ. Хоçасам Иосифа исе кайрĕç Египет ятлă çĕр çине. Çакă халăхсам панче киремете поççапатчĕç, Иосиф Мăн Торра поççапса порăнчĕ. Торă ăна йоратса ырă ятлă турĕ.
Египет çĕрĕ çине исе килсессĕн, патша панче пĕр аслă сут çынни порччĕ, вăл Иосифа сотăн илчĕ, хăй панче лайăх осрарĕ, он аллине пор окçине, пор япалине, пор оссисене пачĕ. Çавă хоçа панче тÿрĕ порнчĕ, нимĕскер те осал тумарĕ, никама та олталамарĕ.
Вăл питĕ хитреччĕ, чиперччĕ. Çакă хоçа майри ăна осал ĕç тума каларĕ. Иосиф он сăмахне итлемерĕ: Тор’омĕнче çылăх полать терĕ, хоçаран намăс полать терĕ. Çакă хоçа майри Иосиф çине çилленсе соя сойрĕ хăй арçынне. Хоçа да он çине çилленчĕ, касамата хоптарчĕ.
Касаматра номай порнчĕ. Онта порăннă чохне онпа пĕрле икĕ çын ларакансам тĕлĕк корчĕç. Корсассăн хойха кайрĕç. Иосиф ыйтрĕ: “Ма коллянаттăр?” тесе. Каларĕç: “Эпир тĕлĕк кортăмăр”. Пĕри каларĕ: “Эпĕ кортăм винократ çырли, пĕр торат çинче виççĕ топкă çырлаллă полчĕ, çак çырлана татса илтĕм, патша ĕçмелли корка’шне пăчăртаса йохтартăм шывне, çак шывне патшана ĕçме патăм. Çак тĕлĕкне Иосиф каларĕ: “виçĕ контан сана патша хăй патне илет”.
Тепри çын каларĕ: “Эпĕ кортăм ман поç çинче виçĕ контăк, контăк’шĕнче патша валли апат çимелли, ăна кайăксам сăхса çиятчĕç. Çавна Иосиф каларĕ: “Виçĕ контан сана патша çактарса вĕлерттерет, вилсен санăн ÿтне-тирне кайăксем çисе ярĕç”. Иосиф çын тĕлĕкне пĕлсе тÿрĕ каларĕ. Иосиф касаматра йолнă чохне патша патне каякан çынна каларĕ: “Мана астăв контан клармашкăн”. Вăл манса кайрĕ, астумарĕ.
Онтан вара икĕ çол иртсен патша тĕлĕк корчĕ. Шывран тохрĕ çичĕ ĕне, мăнтăр, лайăх ĕнесем. Çак ĕнесем хыççăнех тата тохрĕ çичĕ ĕне, питĕ выçă, начар ĕнесем. Тохсассăн, начар ĕнесем мăнтăр ĕнесене çисе ячĕç, çисе ярсассăн çимен пекех полчĕç. – Тата тепри тĕлĕк патша корчĕ: пĕр хăмăлтан çичĕ почах полчĕ, лайăх почахсам, тырăллă; тепри хăмăлтан тата çичĕ почах тырăсăр полчĕ. Тырăсăр почахсем тырăллă почахсене çисе ячĕç. Патша çывăрса тăрсан çак тĕлĕкне шохăшларĕ: “мĕн полать-ши çакă?” – тесе. Усла çынсене хăй панчисене хăй патне чĕнчĕ, никам та пĕлмерĕ тĕлĕкне патшана каламашкăн.
Касаматран тохнă çын астурĕ Иосиф сăмахне, патшана каларĕ. Патша каларĕ Иосифа казаматран хăй патне исе килмешкĕн. Иосиф килсессĕн, патша ыйтрĕ: “Эпĕ тĕлĕк кортăм, эс тĕлĕк каламашкăн пĕлетн-и?” “Торă полшсан пĕлĕп”, – тесе каларĕ. Патша корнă тĕлĕкне каласа кăтартрĕ ăна. Иосиф каларĕ: “Санăн тĕлĕксем иккĕшĕ пĕр тĕслĕ полать. Çичĕ ĕнепеле çичĕ почах – çичĕ çол полать. Малтан çичĕ çол хошшинче тырă лайăх полать, тата çичĕ çол тырă пре те полмасть”, – терĕ. Патша он сăмахне ĕненсессĕн, Иосифа каларĕ: “Мансăр поçне ман çĕр çинче сантан аслă çын ан полтăр”, – терĕ, тырă поçтарса хома ăна хошрĕ. Çиче çол хошшинче номай тырă поçтарнă. Çичĕ çолтан кайран тырă полмарĕ, халăхсем выçă аптрарĕç, Иосиф патне килчĕç тырă илмешкĕн, çак тырăпа порнатчĕç. Иосифăн ашшĕ порăннă çĕрте те тырă полмарĕ. Вăл тырă илмешкĕн Египет çĕрĕ çине ывăлĕсене ячĕ. Пиччĕшсем Иосиф патне килсессĕн ăна палламарĕç. Иосиф ыйтрĕ вăлсенчен: “Çти çынсем эсир?” – тесе. “Эпир Иаков ывăлĕсем,” – тесе каларĕç. “Пирĕн атте пор ватă çын, пирĕн тата пĕр шăллăм пор Вениамин ятлă, эпир вониккĕнччĕ, пирĕн пĕр шăллăма Иосиф ятлине кашкăр çисе янă. Килтисене ыйтса пĕлсессĕн, Иосиф орăх пÿлмĕке кĕрсе макăрчĕ, тÿсиймарĕ. Иосиф макăрса чарăнсассăн, вăлсем патне тохса каларĕ: “Эпĕ мар-и Иосиф?” – тесе, аттене исе килĕр хусамăрпала ман пата. Иосиф патне килчĕç ашшĕ-амăш, пиччĕшсем пор хорăнташĕсем те.