Давид хĕлĕхли калать. Jan de Bray, 1670.

Псалтирь


Урăх тĕле куçарнă. Çавăнта Куçас→

Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Псалтирь” çине 8 шухăш

  1. […] (Чалăш йĕр хыççăнхи -Грекла номерĕ)1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9/9 | 10/9 | 11/10 | 12/11 | 13/12 | 14/13 | 15/14 | 16/15 | 17/16 | 18/17 | 19/1820/19 | 21/20 | 22/21 | 23/22 | 24/23 | 25/24 | 26/25 | 27/26 | 28/27 | 29/28 | 30/29 | 31/30 | 32/31 | 33/32 | 34/33 | 35/34 | 36/35 | 37/36 | 38/37 | 39/38 | 40/39 | 41/40 | 42/41 | 43/42 | 44/43 | 45/44 | 46/45 | 47/46 | 48/47 | 49/48 | 50/49 | 51/50 | 52/51 | 53/52 | 54/53 | 55/54 | 56/55 | 57/56 | 58/57 | 59/58 | 60/59 | 61/60 | 62/61 | 63/62 | 64/63 | 65/64 | 66-151 | […]

    Like

  2. […] Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Шошаннимпе. Давид псаломĕ. Эй Турă, çăл мана, шывсем чунăм патнех çитрĕç. Эпĕ тарăн шура путса лартăм, нимĕн çипе тăма çук; тарăн шыва путрăм, юхăм шыв мана сĕтĕрсе каять. Чĕне-чĕне халран кайрăм, пыр тĕпĕ типсе çитрĕ; Туррăма кĕтĕ-кĕте куçăм ывăнчĕ. Мана кăлăхах кураймансем пуçăм çинчи çÿçрен те нумай, мана вырăнсăр хăвалакан тăшмансем вăйлăланчĕç; хам илмеининех памалла пулчĕ. Эй Турăçăм, Эсĕ манăн ăссăрлăхăма пĕлетĕн, манăн çылăхăмсем сана курăнмасăр тăмаççĕ. Эй Турă, çÿлти çарсенĕн Турри, Сан çине шанакансем ман пирки ан намăсланччăрччĕ; эй Израил Турри, Сана шыракансем ман урлă намăса ан юлччăрччĕ. Саншăн хурлăх куратăп эпĕ, питĕме намăс хупласа илчĕ. Тăванăмсемшĕн ют пултăм, апнем ывăлĕсемшĕн палламан çын пултăм. Санăн çурăшăн тăрăшни типĕтсе ячĕ мана, Сана хурлакансенĕп хурри тиврĕ мана. Чунăмпа типĕ тытса йĕретĕп, уншăн та мана мăшкăлаççĕ. Çийĕме хуйхă тумтирĕ тăхăнтăм та вĕсем хушшинче çын кулли пултăм. Хапха патĕнче ларакансем мана тăрăхласа калаçаççĕ, эрех ĕçекенсем те манран кулса юрлаççĕ. Эй Турă, эпĕ кĕллĕмпе Сап умна пыратăп; эй Турăçăм, ырлăху нумай тăрăх, Ху çăласси чăннишĕн Хăвна кăмăллă вăхăтра илт мана. Туйăн ăшĕнчен туртса кăлар мана, путсах анмăпинччĕ; хама кураймансенчен, тарăп шывсенчен хăтăлăпинччĕ. Шыв юхăмĕ сĕтĕрсе ан кайтăрччĕ мана, тарăн шыв çăтса ан ятăрччĕ мана, тĕпсĕр шăтăк хăй ăшне хупса ан хутăрччĕ мана. Эй Турă, илтсем мана: Санăн ырăлăху пит ырă; вĕçĕмсĕр ырă кăмăлупа хĕрхенсе пăхсам ман çие. Хăвăн чуруна сăнна кăтартмасăр ан тăрсам, пит хуйхăратăп, часрах илтсем мана. Чунăм патне çывăхар, хăтар ăна; тăшманăмсене кура çăл мана. Мана хурласа калаçнине, мана намăс кăтартнипе, мана хур тунине Эсе пĕлетĕн; ман тăшманăмсем пурте Сан умăнта. Çын хăртнипе ĕмĕтĕм татăлчĕ, халран кайрăм; хĕрхенессе кĕтрĕм — пулмарĕ, лăплантаракансем шырарăм — тупаймарăм. Çимешкĕн мана ват пачĕç, ĕçессĕм килнĕ чух мана уксăс ĕçтерчĕç. Хăйсенĕн ĕçми-çими вĕсемшĕн таната пултăр, чиперех ĕçсе-çисе ларнă чух çакланмалла пулччăр. Вĕсенĕн куçĕсем тĕттĕмленччĕр, вĕсем курми пулччăр; вĕсене ĕмĕрлĕхе вĕчесĕр ту. Вĕсем çине хаярлăхна çитер, вĕсепе çиллÿ çулăмĕ çавăрса илтĕр. Вĕсенĕн çурчĕ-йĕрĕ пушанса юлтăр, вĕсенĕн чатăрĕсенче пурăна-кап ан пултăр. Вĕсем Эсĕ хĕн кăтартнă çыннах хĕсĕрлеççĕ, Эсĕ суранлатнисенĕн асапне нумайлатаççĕ. Вĕсенĕн йĕркесĕр ĕçĕсем çумне йĕркесĕр ĕçсем хуш, вĕсем Сан умăнта тÿрре ан тухайччăр. Вĕсене чĕррисенĕн кĕнекинчен хурат, вĕсем тÿрĕ çынсемпе пĕрле ан çырăнайччăр. Эпĕ мĕскĕн, эпĕ асапланатăп; эй Турăçăм, Эсĕ мана пулăшни тăраттăрччĕ мана. Хам Туррăмăн ятне эпĕ юрă юрласа мухтатăп, Ӑна ырăласа, аслăласа мухтăп; çакă Турăшăн вăкăртан та, икĕ чĕрнеллĕ, мăйракаллă пăруран та кăмăллăрах пулĕ. Асапланакансем çавна курĕç те савăнĕç; эй Турра шыракансем. сирĕн чĕрĕрсем чĕрĕ пулĕç. Турă мĕскĕнсене илтет, Хăйĕн тимĕрленĕ çышшсенчен йĕрĕнмест. Ӑна пĕлĕтсем те, çĕр те, тинĕссем те, тинĕсре йăшăлтатса çÿрекеннисем те — пурте мухтаччăр. Турă Сиона çăлĕ, Иуда хулисепе тăва-тăва лартĕ; вĕсем унта вырнаçĕç, Сион вĕсене тивĕ. Унăн чурисенĕн йăхĕ унта тĕреклĕ тăрĕ, Унăн ятне юратакансем унта вырнаçĕç. (Танл. РБП 2010 Пс. 68) […]

    Like

  3. […] Хăй халăхне çăкăр пама, ун валли аш хатĕрлесе хума пултараять-и вăл? тенĕ. Турă илтнĕ те çилленсе çитнĕ, вара Яков çине вут ялкăшса тухнă, Израил çине çилĕ çитнĕ, мĕншĕн тесен вĕсем Турра ĕненмен, Вăл çăласса шанман. Вăл çÿлтен пĕлĕтсене хушнă, пĕлĕт алăкĕсене уçнă, çисе пурăнма вĕсем çине манна çутарнă, вĕсене çÿлти çăкăра панă. Этем ангелсен çăкăрне çинĕ, Вăл вĕсем валли çимĕç тăранмалăхах антарнă. Вăл çÿлте хĕвелтухăçĕнчи çиле хускатса янă, хăвачĕпе кăнтăр енчи çиле илсе пынă. Вĕсем çине аш тусан пек çутарнă, вĕçен кайăксене тинĕсри хăйăр пек антарнă; çавсене çынсем чарăннă çĕре, вĕсен чатăрĕсем таврашне ÿкернĕ. Вĕсем вара çинĕ, йăлтах тăраннă; вĕсене хăйсем ĕмĕтленнине панă. Анчах ытлашшине ĕмĕтленме чарăничченех, апачĕ çăварĕнче чухах, вĕсене Турă çилли çитнĕ, мантăррисене вĕлернĕ. Израилĕн çамрăкĕсене ÿкерсе тухнă. Унта та вĕсем çылăха кĕрсе пына, Унăн хăватлă ĕçĕсене ĕненмен. Вара вĕсенĕн кунĕсене усăсăрах ирттернĕ, вĕсенĕн кун-çулĕ пăлханса пурăннипех иртсе кайнă. Вăл вĕсене вĕлернĕ чух вĕсем Ӑна шыранă, Ун енне çаврăннă, ирех Турă умне пыра-пыра тăнă: хăйсене пулăшаканĕ Турă иккенне, хăйсене хăтараканĕ Çÿлти Турă иккенне асĕсене илнĕ. Ун умĕнче чĕлхи-çăварĕсемпе йăпăлтатнă, чĕлхисемпе Ун умĕнче суеçтернĕ. Вĕсенĕн чĕри Ун умĕнче таса пулман, вĕсем Вăл хунă сăмаха тытса тăман. Вăл, ырă кăмăллăскер, çылăхĕсене каçарнă, вĕсене пĕтерсех пăрахман; Хăйĕн çиллине темиçе хут та чарнă, Хăйĕн хаярлăхне пĕтĕмпех ирĕк паман. Вăл вĕсем ÿт иккенне, пĕрре тухса кайсан каялла таврăнми сывлăш иккенне астуса тăнă. Вĕсем Ӑна пушă хирте миçе хутчен кÿрентернĕ, çын пурăнман çĕрте çиллентернĕ, татах Турра сăнанă, Израилĕн Святойне кÿрентернĕ; Унăн алли тунă ĕçе, хăйсене хĕсерленинчен хăтарнă куна астуса тăман; Вăл ун чухне Египетре Хайĕн паллисене кăтартнă, Цоан хирĕнче хăватсем тунă: вĕсем ан ĕçейччĕр тесе, вĕсенĕн шывĕсене, çăлĕсене юн тунă; вĕсене сăхчăр тесе вĕсем çине хурт-кăпшанкă янă; вĕсене пĕтерччĕр тесе, шапасем янă; вĕсенĕн çĕр çинчи çимĕçĕсене хуртсене панă, ĕçленĕ ĕçне шăрчăксене панă; иçĕм çырлине пăр çаптарнă, смоква йывăçĕсене тăм тивертнĕ; выльăх-чĕрлĕхĕсене пăрпа, кĕтĕвĕсене çиçĕмпе пĕтернĕ, вĕсем çине Хăй çиллийĕн çулăмне, Хăйĕн çиллине янă; хаярлăхне, усал ангелсем яракан инкеке янă; Хăйĕн валли çул тикĕсленĕ, вĕсен чунĕсене вилĕмреп сыхламан, выльăх-чĕрлĕхне мурпа пĕтернĕ; Египетре малтан çуралнисене Хам чатăрĕсенчи вăйăн пуçламашне пĕтĕмпех пĕтерсе тухнă. Хăйĕн халăхне сурăхсем пек илсе кайнă, вĕсене пушă хирте кĕтÿ пек ертсе пынă; вĕсене шанчăклă илсе пынă; вĕсем хăраман, вĕсенĕн тăшманĕсене тинĕс хупласа илнĕ; вĕсене Хăйĕн таса çĕрĕ çине, Хăйĕн сылтăм алли хатĕрленĕ çак ту çине илсе килнĕ; вĕсен умĕнчен ют халăхсене хăваласа янă, халăхсенĕн çĕрĕсене вĕсене ĕмĕрлĕхе уйăрса панă, чатăрĕсем ăшне Израил йăхĕсене вырнаçтарнă. Вĕсем Çÿлти Турра татах сăнанă, кÿрентернĕ, Вăл панă йĕркесене тытса тăман, ашшĕсем пекех, Ӑна пăрахса пурăннă, пăрăнса кайнă; йăпăш перекен çĕмĕрен пек, каялла кайнă; хăйсенĕн сăрчĕсемпе Ăна кÿрентернĕ, туррисен кĕлеткисемпе ăна çиллентернĕ. Турă илтнĕ те çилленсе çитнĕ, Израил çине çилли тулса çитнĕ: Силомри кĕлĕ чатăрне, çынсем хушшинче Хăй пурăнакан çуртне пăрахнă; Хăйĕн тĕреклĕ вырăнне тыткăна панă, Хăйĕн мухтавлă вырăнне тăшман аллине панă, Хăйĕн халăхне хĕç айне ÿкернĕ, Хăйĕннисене çилленсе çитнĕ. Уиăн çитĕннĕ ывăлĕсене вут пĕтернĕ, унăн хĕрĕсемшĕн туй юрри юрламан; священникĕсем хĕçпе ÿксе пĕтнĕ, тăлăх арăмĕсем йĕмен. Анчах Турă, ыйхăран вăранса тăнă пек, эрех ĕçсе вăйран кайнă паттăр пек, сиксе тăнă та унăн тăшманĕсене хыçалтан пырса çапнă, ĕмĕрлĕхе намăса хăварнă. Иосиф кил-çуртне пăрахнă, Ефрем йăхне те суйласа илмен, Иуда йăхне, Хăй юратнă Сион туне суйласа илнĕ. Хăйĕн таса çуртне пĕлĕт евĕрлĕ тунă, ăна çĕр пек ĕмĕрлĕхе тĕреклĕ тунă. Хăй чурине Давида суйласа, ăна сурăх кĕтнĕ çĕртен илнĕ; Хăйĕн чурине Якова, Хăйĕн халăхне Израиле кĕтсе пурăнма, ăна ĕмĕртекен выльăхсем патĕнчен илсе кайнă. Вăл вара вĕсене таса чĕрепе кĕтсе пурăннă, ăста аллисемпе ертсе çÿренĕ. (Танл. РБП 2010 Пс. 77) […]

    Like

  4. […] ТУРĂ КАЛАТЬ: Хама юратнăшăн хăтарăп ăна, Хамăн ятăма пĕлнĕшĕп ун хутне кĕрĕп. Хама тархасласанах илтĕп ăна, хуйхăрнă чух унпа пĕрле пулăп; хăтарăп ăна, асла кăларăп; ăпа вăрăм кун-çул парăп, ăна Хам çăлнине кăтартăп, тет. (Танл. РБП 2010 Пс. 90) […]

    Like

  5. […] Юрлакан ушкăн пуçлăхне. Шошаннимпе. Давид псаломĕ. Эй Турă, çăл мана, шывсем чунăм патнех çитрĕç. Эпĕ тарăн шура путса лартăм, нимĕн çипе тăма çук; тарăн шыва путрăм, юхăм шыв мана сĕтĕрсе каять. Чĕне-чĕне халран кайрăм, пыр тĕпĕ типсе çитрĕ; Туррăма кĕтĕ-кĕте куçăм ывăнчĕ. Мана кăлăхах кураймансем пуçăм çинчи çÿçрен те нумай, мана вырăнсăр хăвалакан тăшмансем вăйлăланчĕç; хам илмеининех памалла пулчĕ. Эй Турăçăм, Эсĕ манăн ăссăрлăхăма пĕлетĕн, манăн çылăхăмсем сана курăнмасăр тăмаççĕ. Эй Турă, çÿлти çарсенĕн Турри, Сан çине шанакансем ман пирки ан намăсланччăрччĕ; эй Израил Турри, Сана шыракансем ман урлă намăса ан юлччăрччĕ. Саншăн хурлăх куратăп эпĕ, питĕме намăс хупласа илчĕ. Тăванăмсемшĕн ют пултăм, апнем ывăлĕсемшĕн палламан çын пултăм. Санăн çурăшăн тăрăшни типĕтсе ячĕ мана, Сана хурлакансенĕп хурри тиврĕ мана. Чунăмпа типĕ тытса йĕретĕп, уншăн та мана мăшкăлаççĕ. Çийĕме хуйхă тумтирĕ тăхăнтăм та вĕсем хушшинче çын кулли пултăм. Хапха патĕнче ларакансем мана тăрăхласа калаçаççĕ, эрех ĕçекенсем те манран кулса юрлаççĕ. Эй Турă, эпĕ кĕллĕмпе Сап умна пыратăп; эй Турăçăм, ырлăху нумай тăрăх, Ху çăласси чăннишĕн Хăвна кăмăллă вăхăтра илт мана. Туйăн ăшĕнчен туртса кăлар мана, путсах анмăпинччĕ; хама кураймансенчен, тарăп шывсенчен хăтăлăпинччĕ. Шыв юхăмĕ сĕтĕрсе ан кайтăрччĕ мана, тарăн шыв çăтса ан ятăрччĕ мана, тĕпсĕр шăтăк хăй ăшне хупса ан хутăрччĕ мана. Эй Турă, илтсем мана: Санăн ырăлăху пит ырă; вĕçĕмсĕр ырă кăмăлупа хĕрхенсе пăхсам ман çие. Хăвăн чуруна сăнна кăтартмасăр ан тăрсам, пит хуйхăратăп, часрах илтсем мана. Чунăм патне çывăхар, хăтар ăна; тăшманăмсене кура çăл мана. Мана хурласа калаçнине, мана намăс кăтартнипе, мана хур тунине Эсе пĕлетĕн; ман тăшманăмсем пурте Сан умăнта. Çын хăртнипе ĕмĕтĕм татăлчĕ, халран кайрăм; хĕрхенессе кĕтрĕм — пулмарĕ, лăплантаракансем шырарăм — тупаймарăм. Çимешкĕн мана ват пачĕç, ĕçессĕм килнĕ чух мана уксăс ĕçтерчĕç. Хăйсенĕн ĕçми-çими вĕсемшĕн таната пултăр, чиперех ĕçсе-çисе ларнă чух çакланмалла пулччăр. Вĕсенĕн куçĕсем тĕттĕмленччĕр, вĕсем курми пулччăр; вĕсене ĕмĕрлĕхе вĕчесĕр ту. Вĕсем çине хаярлăхна çитер, вĕсепе çиллÿ çулăмĕ çавăрса илтĕр. Вĕсенĕн çурчĕ-йĕрĕ пушанса юлтăр, вĕсенĕн чатăрĕсенче пурăна-кап ан пултăр. Вĕсем Эсĕ хĕн кăтартнă çыннах хĕсĕрлеççĕ, Эсĕ суранлатнисенĕн асапне нумайлатаççĕ. Вĕсенĕн йĕркесĕр ĕçĕсем çумне йĕркесĕр ĕçсем хуш, вĕсем Сан умăнта тÿрре ан тухайччăр. Вĕсене чĕррисенĕн кĕнекинчен хурат, вĕсем тÿрĕ çынсемпе пĕрле ан çырăнайччăр. Эпĕ мĕскĕн, эпĕ асапланатăп; эй Турăçăм, Эсĕ мана пулăшни тăраттăрччĕ мана. Хам Туррăмăн ятне эпĕ юрă юрласа мухтатăп, Ӑна ырăласа, аслăласа мухтăп; çакă Турăшăн вăкăртан та, икĕ чĕрнеллĕ, мăйракаллă пăруран та кăмăллăрах пулĕ. Асапланакансем çавна курĕç те савăнĕç; эй Турра шыракансем. сирĕн чĕрĕрсем чĕрĕ пулĕç. Турă мĕскĕнсене илтет, Хăйĕн тимĕрленĕ çышшсенчен йĕрĕнмест. Ӑна пĕлĕтсем те, çĕр те, тинĕссем те, тинĕсре йăшăлтатса çÿрекеннисем те — пурте мухтаччăр. Турă Сиона çăлĕ, Иуда хулисепе тăва-тăва лартĕ; вĕсем унта вырнаçĕç, Сион вĕсене тивĕ. Унăн чурисенĕн йăхĕ унта тĕреклĕ тăрĕ, Унăн ятне юратакансем унта вырнаçĕç. (Танл. РБП 2010 Пс. 68) […]

    Like

  6. […] Хăй халăхне çăкăр пама, ун валли аш хатĕрлесе хума пултараять-и вăл? тенĕ. Турă илтнĕ те çилленсе çитнĕ, вара Яков çине вут ялкăшса тухнă, Израил çине çилĕ çитнĕ, мĕншĕн тесен вĕсем Турра ĕненмен, Вăл çăласса шанман. Вăл çÿлтен пĕлĕтсене хушнă, пĕлĕт алăкĕсене уçнă, çисе пурăнма вĕсем çине манна çутарнă, вĕсене çÿлти çăкăра панă. Этем ангелсен çăкăрне çинĕ, Вăл вĕсем валли çимĕç тăранмалăхах антарнă. Вăл çÿлте хĕвелтухăçĕнчи çиле хускатса янă, хăвачĕпе кăнтăр енчи çиле илсе пынă. Вĕсем çине аш тусан пек çутарнă, вĕçен кайăксене тинĕсри хăйăр пек антарнă; çавсене çынсем чарăннă çĕре, вĕсен чатăрĕсем таврашне ÿкернĕ. Вĕсем вара çинĕ, йăлтах тăраннă; вĕсене хăйсем ĕмĕтленнине панă. Анчах ытлашшине ĕмĕтленме чарăничченех, апачĕ çăварĕнче чухах, вĕсене Турă çилли çитнĕ, мантăррисене вĕлернĕ. Израилĕн çамрăкĕсене ÿкерсе тухнă. Унта та вĕсем çылăха кĕрсе пына, Унăн хăватлă ĕçĕсене ĕненмен. Вара вĕсенĕн кунĕсене усăсăрах ирттернĕ, вĕсенĕн кун-çулĕ пăлханса пурăннипех иртсе кайнă. Вăл вĕсене вĕлернĕ чух вĕсем Ӑна шыранă, Ун енне çаврăннă, ирех Турă умне пыра-пыра тăнă: хăйсене пулăшаканĕ Турă иккенне, хăйсене хăтараканĕ Çÿлти Турă иккенне асĕсене илнĕ. Ун умĕнче чĕлхи-çăварĕсемпе йăпăлтатнă, чĕлхисемпе Ун умĕнче суеçтернĕ. Вĕсенĕн чĕри Ун умĕнче таса пулман, вĕсем Вăл хунă сăмаха тытса тăман. Вăл, ырă кăмăллăскер, çылăхĕсене каçарнă, вĕсене пĕтерсех пăрахман; Хăйĕн çиллине темиçе хут та чарнă, Хăйĕн хаярлăхне пĕтĕмпех ирĕк паман. Вăл вĕсем ÿт иккенне, пĕрре тухса кайсан каялла таврăнми сывлăш иккенне астуса тăнă. Вĕсем Ӑна пушă хирте миçе хутчен кÿрентернĕ, çын пурăнман çĕрте çиллентернĕ, татах Турра сăнанă, Израилĕн Святойне кÿрентернĕ; Унăн алли тунă ĕçе, хăйсене хĕсерленинчен хăтарнă куна астуса тăман; Вăл ун чухне Египетре Хайĕн паллисене кăтартнă, Цоан хирĕнче хăватсем тунă: вĕсем ан ĕçейччĕр тесе, вĕсенĕн шывĕсене, çăлĕсене юн тунă; вĕсене сăхчăр тесе вĕсем çине хурт-кăпшанкă янă; вĕсене пĕтерччĕр тесе, шапасем янă; вĕсенĕн çĕр çинчи çимĕçĕсене хуртсене панă, ĕçленĕ ĕçне шăрчăксене панă; иçĕм çырлине пăр çаптарнă, смоква йывăçĕсене тăм тивертнĕ; выльăх-чĕрлĕхĕсене пăрпа, кĕтĕвĕсене çиçĕмпе пĕтернĕ, вĕсем çине Хăй çиллийĕн çулăмне, Хăйĕн çиллине янă; хаярлăхне, усал ангелсем яракан инкеке янă; Хăйĕн валли çул тикĕсленĕ, вĕсен чунĕсене вилĕмреп сыхламан, выльăх-чĕрлĕхне мурпа пĕтернĕ; Египетре малтан çуралнисене Хам чатăрĕсенчи вăйăн пуçламашне пĕтĕмпех пĕтерсе тухнă. Хăйĕн халăхне сурăхсем пек илсе кайнă, вĕсене пушă хирте кĕтÿ пек ертсе пынă; вĕсене шанчăклă илсе пынă; вĕсем хăраман, вĕсенĕн тăшманĕсене тинĕс хупласа илнĕ; вĕсене Хăйĕн таса çĕрĕ çине, Хăйĕн сылтăм алли хатĕрленĕ çак ту çине илсе килнĕ; вĕсен умĕнчен ют халăхсене хăваласа янă, халăхсенĕн çĕрĕсене вĕсене ĕмĕрлĕхе уйăрса панă, чатăрĕсем ăшне Израил йăхĕсене вырнаçтарнă. Вĕсем Çÿлти Турра татах сăнанă, кÿрентернĕ, Вăл панă йĕркесене тытса тăман, ашшĕсем пекех, Ӑна пăрахса пурăннă, пăрăнса кайнă; йăпăш перекен çĕмĕрен пек, каялла кайнă; хăйсенĕн сăрчĕсемпе Ăна кÿрентернĕ, туррисен кĕлеткисемпе ăна çиллентернĕ. Турă илтнĕ те çилленсе çитнĕ, Израил çине çилли тулса çитнĕ: Силомри кĕлĕ чатăрне, çынсем хушшинче Хăй пурăнакан çуртне пăрахнă; Хăйĕн тĕреклĕ вырăнне тыткăна панă, Хăйĕн мухтавлă вырăнне тăшман аллине панă, Хăйĕн халăхне хĕç айне ÿкернĕ, Хăйĕннисене çилленсе çитнĕ. Уиăн çитĕннĕ ывăлĕсене вут пĕтернĕ, унăн хĕрĕсемшĕн туй юрри юрламан; священникĕсем хĕçпе ÿксе пĕтнĕ, тăлăх арăмĕсем йĕмен. Анчах Турă, ыйхăран вăранса тăнă пек, эрех ĕçсе вăйран кайнă паттăр пек, сиксе тăнă та унăн тăшманĕсене хыçалтан пырса çапнă, ĕмĕрлĕхе намăса хăварнă. Иосиф кил-çуртне пăрахнă, Ефрем йăхне те суйласа илмен, Иуда йăхне, Хăй юратнă Сион туне суйласа илнĕ. Хăйĕн таса çуртне пĕлĕт евĕрлĕ тунă, ăна çĕр пек ĕмĕрлĕхе тĕреклĕ тунă. Хăй чурине Давида суйласа, ăна сурăх кĕтнĕ çĕртен илнĕ; Хăйĕн чурине Якова, Хăйĕн халăхне Израиле кĕтсе пурăнма, ăна ĕмĕртекен выльăхсем патĕнчен илсе кайнă. Вăл вара вĕсене таса чĕрепе кĕтсе пурăннă, ăста аллисемпе ертсе çÿренĕ. (Танл. РБП 2010 Пс. 77) […]

    Like

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.