Товит кĕнеки


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Товит Кĕнеки*

1

(1) Товит сăмахĕсен кĕнеки; Товит вăл Неффалим йăхĕнчен, Асиил ăрăвĕнчен тухнă, вăл Товиил ывăлĕ пулнă, Товиил вара — Ананиил ывăлĕ, Ананиил — Адуил ывăлĕ, Адуил Гаваил ывăлĕ пулнă.

(2) Ассири патши Енемессар вăхăтĕнче ăна Фисва хулинчен тыткăна илсе кайнă; Фисва вăл Галилея çĕрĕнче, Асиртан тăварах, Неффалимăн Кидий теекен хулинчен сылтăмарах, вырăнаçнă. Эпĕ, Товит, хам ĕмĕрĕм тăршшĕпех чăнлăхпа тĕрĕслĕх çулĕпе çÿрерĕм,

(3) хампа пĕрле Ассири çĕрĕнчи Ниневи хулине пынă тăванăмсене, хамăн халăхăма эпĕ нумай ырăлăх турăм.

(4) Неффалим аттемĕн пĕтĕм йăхĕ Иерусалим Çуртĕнчен — Израилĕн пур йăхĕ те парне кÿрсе тăма суйласа илнĕ вырăнтан, Çÿлти Турă пурăнакан, тасалăх тивлечĕ кÿнĕ, ĕмĕрлĕхе лартнă Çуртран — хăпнăччĕ.

(5) Иерусалимран хăпнă йăхсем Ваал пăрăва чÿк туса пурăннă пулсан, манăн Неффалим аттемĕн килĕ те çавăн пекех туса тăнă.

(6) Эпĕ пĕчченех уявсенче Иерусалима çÿреттĕм, тăтăшах çÿреттĕм; Турă пĕтĕм Израиле ĕмĕрлĕхе панă йĕрке тăрăх, чи малтан пуçтарнă çимĕçе, пур çимĕçĕн вуннăмĕш пайне тата чи малтан каснă сурăх çăмне илсе каяттăм,

(7) çакна священниксене, Аарон ывăлĕсене, парне вырăнĕ çине хума параттăм: пĕтĕм çĕр çимĕçĕн вуннăмĕш пайне Левит ывăлĕсене, Иерусалимра ĕçлесе тăракансене, параттăм; тепĕр вуннăмĕш пайне сутаттăм та укçине çуллен Иерусалима çÿресе пĕтереттĕм;

(8) виççĕмĕш пайне — кама тивĕçлĕ, çавна параттăм; аттерен тăлăха юлсассăн, мана аттем амăшĕ Деввора çапла тума вĕрентсе хăварнăччĕ.

(9) Çитĕнсе çитсессĕн авлантăм, эпĕ Анна арăма хамăр аттесен йăхĕнчен илтĕм; вара пирĕн Товия ятлă ывăл ача çуралчĕ.

(10) Пире Ниневие тыткăна илсе кайсан, манăн пур тăванăм та, пур ăруташăм та суя тĕнлĕ çынсен ĕçми-çимине çиетчĕç,

(11) эпĕ, хамăн чунăма сыхласа, çавна çиместĕмччĕ,

(12) мĕншĕн тесессĕн эпĕ Турра, чун-чĕререн парăнса, асрах тытаттăм.

(13) Çÿлти Турă мана Енемессар кăмăлне юрăхлă пулма, унăн ырăлăхне курма пÿрчĕ: эпĕ патшана мĕн кирлине кÿрсе тăраканĕ пултăм;

(14) эпĕ Миди çĕрне кайса çÿреттĕм, унта Рага хулинче пурăнакан Гаваила, Гаврий тăванне, эпĕ вунă талант кĕмĕл сыхласа усрама панăччĕ.

(15) Енемессар вилсен, ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ Сеннахирим ларчĕ, анчах унăн кăмăлĕ улшăнсах тăратчĕ, манăн вара текех Миди çĕрне çÿресси пулмарĕ.

(16) Енемессар вăхăтĕнче эпĕ хам тăванăмсемшĕн нумай ырă ĕç турăм:

(17) выçăпа касăлакансене çăкăрăма параттăм, çарамас çынна тум-тирĕме параттăм, хамăр йăхран пĕри-пĕри вилсен, ăна хула хÿми тулашне кăларса пăрахнине курсан, эпĕ ăна тирпейлесе пытараттăм.

(18) Таркăн çынсене, Иудейăран каялла кунтах таврăнсан, Сеннахирим патша вĕлерттеретчĕ, эпĕ вĕсене те тирпейлесе пытараттăм. Хăйĕн хаяр çиллипе вăл нумайăшне вĕлерттерчĕ. Кайран патша вилесене шыраттаратчĕ те, анчах вĕсене тупаймастчĕç.

(19) Пĕр Ниневи çынни эпĕ вилесене тирпейлесе пытарни çинчен патшана кайса евитленĕ, çавăнпа та эпĕ тарса пытантăм. Хама вĕлерме шыранине илтсен, эпĕ хăраса хуларан тухса тартăм.

(20) Вара манăн пĕтĕм пурлăха çаратса кайрĕç, ĕнтĕ Анна арăмăмпа Товия ывăлăмсăр пуçне нимĕн те юлмарĕ.

(21) Çакăн хыççăн алă кун та иртмерĕ, Сеннахирима хăйĕн икĕ ывăлех вĕлерчĕ те хăйсем Арарат тăвĕ çине тарчĕç. Ун вырăнне вара патшана унăн ывăлĕ Сахердан ларчĕ; вăл манпа пĕртăванăн ывăлне Ахиахар Анаила хăйĕн патшалăхĕнчи шут шутлас тĕлĕшĕнчен чăн асли туса хучĕ, ăнах хăйĕн кил-çуртне тытса тăма хушрĕ.

(22) Ахиахар ман хута кĕчĕ те, эпĕ Ниневи çĕрне таврăнтăм. Ахиахар ĕнтĕ Сахердан патшана эрех парса тăраканĕ те, патшанăн пичетлĕ çĕррине упраканĕ те, çуртне-мулне пăхса тăраканĕ те пулнă; Сахердан патша ăна хăй çумĕнчи чи аслă çын туса хунăччĕ; вăл вара пĕртăванăмăн ывăлĕччĕ.

2

(1) Килĕме таврăнсан, Анна арăмăмпа Товия ывăлăм каллех хампа пĕрле чухне, аллăмĕш кун уявĕнче, çичĕ эрненĕн чи таса эрнинче, килĕмре лайăх апат хатĕрлесе лартнăччĕ, эпĕ вара çиме лартăм.

(2) Апат-çимĕç нумаййине курсан, эпĕ ывăлăма каларăм: кай та хамăр тăвансенчен пĕрпĕр мĕскĕне, Çÿлхуçана манман çынна, тупса кил, эпĕ унччен кĕтĕп сана, терĕм.

(3) Вăл каялла килчĕ те çапла каларĕ: пирĕн йăх çыннине, пăвса вĕлернĕскерне, урама кăларса пăрахнă, терĕ.

(4) Эпĕ вара çимесĕрех васкаса тухрăм та, хĕвел аниччен вырттăр тесе, вилене пĕр çĕре пытарса хутăм.

(5) Киле таврăнсан çăвăнтăм та çиес çăкăрăма хурланса та хуйхăрса çирĕм.

(6) Эпĕ вара Амос пророк сăмахĕсене, «уявăрсем вырăнне сире хурлăх пулĕ, вăйă-кулă вырăнне хÿхлев пулĕ» тенине, аса илтĕм.

(7) Эпĕ йĕтĕм. Хĕвел ансан, шăтăк кайса алтрăм та вилене пытартăм.

(8) Кÿршĕсем ĕнтĕ манран кулатчĕç: «халĕ те хăйне вĕлересрен хăрамасть, ку ĕç пирки пĕрре тарса çÿрерĕ-ха, каллех вилесене пытарать» тетчĕç.

(9) Çав каçхине, виле пытарса таврăнсан, эпĕ, тасамарланнăскер, картиш тулашне хÿме çумне çывăрма выртрăм, выртасса эпĕ пит-куçа витмесĕрех выртнăччĕ.

(10) Эпĕ хÿме çинче çерçисем ларнине асăрхаман та. Куçа уçсанах ман куçăма çерçи тирĕслĕкĕ лекрĕ, вара ман куçăма шур илчĕ. Эпĕ эмелçĕсем патне çÿрерĕм, анчах вĕсем мана усă кÿреймерĕç. Ахиахар хăй Елимаида хулине тухса кайиччен мана апат-çимĕç кÿрсе тăчĕ.

(11) Анна арăмăм ĕнтĕ хĕрарăм ĕçне туса ĕçлекелесе илетчĕ: çăм арласа,

(12) çавна пуян çынсем патне ăсататчĕ, лешĕсем ăна уншăн тÿлетчĕç; пĕррехинче вĕсем çапла, тÿлев çумне хушса, качака путекки парса янăччĕ.

(13) Çав путеке ман патăма çĕклесе кĕчĕç те, вăл макăра пуçларĕ; эпĕ арăмран ыйтрăм: мĕнле качака путекки ку? вăрланăскер мар-и? хуçине леçсе пар ăна! вăрланине çиме юрамасть, терĕм.

(14) Арăм мана çапла каларĕ: куна мана тÿлев çумне хушса парнелерĕç, терĕ. Эпĕ ăна ĕненмерĕм, путеке хуçине кайса пама хистерĕм, арăма çилленсех çитрĕм. Вăл вара мана хирĕç çапла каларĕ: санăн ырă кăмăлупа тÿрĕлĕхÿн усси ăçта-ха? авă вĕсем сан çинче еплерех курăнчĕç! терĕ.

3

(1) Эпĕ хурланса йĕрсе ятăм, чунтан хуйхăрса, акă çапла каласа кĕлтурăм:

(2) эй Çÿлхуçамăм, Эсĕ тÿрĕ, Санăн ĕçÿсем, Санăн çулусем пурте — ырăлăх та чăнлăх, Эсĕ ĕмĕрех тĕрĕс те тÿрĕ сутупа сут тăватăн!

(3) Мана асна илсемччĕ, ман çине хĕрхенсе пăхсамччĕ: Сан умунта çылăха кĕнĕшĕн, йăнăш тунăшăн, аттемсем йăнăш туса çылăха кĕнĕшĕн айăпа ан хурсамччĕ мана!

(4) Аттесем Санăн ÿкĕтÿсене итлемерĕç те, Эсĕ пире ют халăхсен аллине ÿкертĕн; вĕсене ĕнтĕ пире пусмăрлама, тыткăна илме, вĕлерме ирĕк патăн; ют халăхсем хушшинче саланса пурăнатпăр, эпир çавсен мăшкăлĕ пултăмăр.

(5) Чăнах, Санăн суту тÿрĕ: Эсĕ мана хамăн çылăхăмсене кура, аттемсен çылăхĕсене кура тĕрĕссипе айăплатăн, мĕншĕн тесессĕн эпир Санăн ÿкĕтÿсене уямарăмăр, Сан умунта тÿрĕ пурăнмарăмăр.

(6) Ĕнтĕ Хăвăн мĕн тума кăмăлу пур, ман тĕлĕшрен çавна ту; чунăма илме хуш, пĕтем те тăпра пулса выртам: пурăниччен вилни авантарах маншăн, мĕншĕн тесессĕн хама тĕрĕс мар ÿпкеленине илтетĕп, ăшăм çунса тухать! Çак йывăрлăхран хăтарса, ĕмĕр пурăнмалли вырăна куçарма хуш мана, Хăвăн сăнна ан пытарсамччĕ манран, терĕм.

(7) Шăпах çав кунхине Миди çĕрĕнчи Екбатан хулинче Рагуил хĕрĕн Саррăн та хăй ашшĕн хĕрарăм тарçисенчен йывăр сăмах илтсе хурланмалла пулнă:

(8) Сарра качча кайса çичĕ ара çитнĕ, анчах та усал сывлăш Асмодей унăн упăшкисене арăмĕпе хутшăничченех вĕлерсе пынă. Хĕрарăм тарçăсем çавăншăн Саррăна хурланă: епле намăс мар сана, эсĕ упăшкусене пăвса вĕлертĕн, çичĕ ара çитсе, пĕрин арăмĕ те пулаймарăн! тенĕ.

(9) Вĕсем пирки мĕншĕн пире хĕнемелле? Вĕсем вилнĕ, эсĕ те вĕсем хыççăн кай, эпир ĕмĕрте те санран ывăл-хĕр курар мар, тенĕ.

(10) Çакна илтсессĕн Саррăн кăмăлĕ хуçăлнă, вăл хăйне вĕлерес патнех çитнĕ, анчах çапла шухăшласа илнĕ: эпĕ аттемĕн пĕртен пĕр ачи, эпĕ çапла тăвас пулсан, аттене намăс пулĕ, ватăскере хуйхăртса çĕре кĕртĕп, тенĕ.

(11) Вара вăл чÿрече умне тăнă та Турра кĕлтуса каланă: эй Çÿлхуçа Туррăм, Эсĕ мухтавлă, Санăн сăваплă та чаплă яту ĕмĕрĕмĕрех мухтавлă, Хăв мĕн пултарни пурте Сана ĕмĕрĕмĕрех мухтаса тăтăр!

(12) Эй Çÿлхуçамăм, халĕ акă эпĕ Сан еннелле пăхса йăлăнатăп;

(13) Сана тархаслатăп, çак çĕр çинчен манăн чунăма илсем, текех ÿпкевлĕ сăмах илтмелле ан ту мана!

(14) Эй Çÿлхуçамăм, Эсĕ пĕлсе тăратăн: упăшкасем тĕлĕшĕнчен эпĕ çылăха кĕ мен,

(15) эпĕ çак çĕрте тыткăнра пурăннă чухне хам ята та, атте ятне те чысран кăларман; эпĕ аттемĕн пĕртенпĕр ачи, йăхне тăсаканни ывăл та çук унăн, хăйпе пĕртăван пиччĕшшăллĕ те çук, пĕртăванĕн ывăлĕ те çук, аттепе пĕртăванĕн ывăл пулнă пулсан, эпĕ ăна качча кайма хама хам упранă пулăттăм; ĕнтĕ манăн çичĕ упăшка вилсе выртрĕ. Манăн мĕншĕн пурăнмалла? Санăн мана вĕлерме кăмăлу пулмасан, мана хĕрхенсем, çырлахсам мана, манăн текех ÿпкевлĕ сăмах илтес марччĕ, тенĕ.

(16) Мухтавлă, аслă Турă çав икĕ çыннăн кĕллине те илтнĕ, вара вĕсене иккĕшне те сыватмашкăн Рафаила янă:

(17) Товитăн шур илнĕ куçне сиплеме хушнă, усал сывлăша Асмодее çыхса пăрахса, Рагуил хĕрне Саррăна вара Товит ывăлĕн Товиян арăмĕ тума хушнă: ĕнтĕ Саррăн йăхне Товиян тăсмалла пулнă. Вара шăп та пĕр вăхăтра Товит каялла пÿртне кĕнĕ, Рагуил хĕрĕ Сарра çÿлти пÿлĕмĕнчен аннă.

4

(1) Çав кунхинех Товит Миди çĕрĕнчи Рага хулинче пурăнакан Гаваила упраса усрама панă кĕмĕлĕ çинчен аса илнĕ те

(2) хăй ăшĕнче вăл çапла шухăшланă: эпĕ хам валли вилĕм ыйтрăм; мĕншĕн-ха хам виличчен çакăн çинчен Товия ывăлăма каласа хăварас мар? тенĕ.

(3) Вара ывăлне чĕнсе илнĕ те каланă: ывăлăм! эпĕ вилсен, мана тирпейлесе пытар, аннÿне ан пăрах, ăна хăвăн пурăнăçу тăршшĕпех хисеплесе пурăн, мĕн кирлĕ ăна, çавна туса тăр, ан хурлантар ăна.

(4) Ан ман, ывăлăм, сана хăй варĕнче йăтса çÿренĕ чухнех вăл саншăн нумай хурлăх курнă. Вилĕмĕ çитсен, ăна манпа юнашар пĕр тупăклăхах пытар.

(5) Ывăлăм, ху ĕмĕрÿнте яланах Çÿлхуçа Туррăмăра асра тыт, çылăха кĕресрен, Унăн йĕркисенчен тухасран сыхланса пурăн, пурăнăçунта кирек хăçан та тÿррине ту, çылăх çулĕпе ан çÿре:

(6) тÿрĕлĕхе тытса пурăнсан, мĕн тунă ĕçÿ санăн ăнса пырĕ; тÿрĕлĕхпе пурăнакансен пуринĕн те ĕçĕсем çапла ăнса пыраççĕ.

(7) Хăвăн пурлăхунтан мĕскĕнсенечухăнсене парса пулăш, çук çынна панă чухне выçă куçлă ан пул. Кирек епле кĕлĕмçĕрен те ан пăрăн, вара Турă та санран пăрăнмĕ.

(8) Пурлăху нумай чухне мĕскĕнсенечухăнсене нумаях пар, пурлăху сахал чухне сахаллăн та пулин парса тăрах вĕсене:

(9) çапла эсĕ çитес йывăр куну валли пысăк мул янтăласа хурăн,

(10) мĕншĕн тесессĕн мĕскĕнсенечухăнсене пулăшни вилĕмрен хăтарать, сĕмлĕхе анса каясран чарать.

(11) Çÿлти Турă умĕнче мĕскĕнсене пулăшакана кирек кама та хаклă парне тивет.

(12) Ывăлăм, пур тĕрлĕ аскăнлăхран та сыхлан. Арăмна аçусенĕн йăхĕнчен ил, арăмна ют çĕртен, ют йăхран ан ил, эпир — пророксен ывăлĕсем. Мĕн авалтанпах пирĕн аттесем — Ной, Авраам, Исаак тата Иаков. Ан ман, ывăлăм, вĕсем пурте арăмĕсене тăванĕсем хушшинчен илнĕ, ачипăчи тĕлĕшĕнчен вĕсем пиллĕхлĕ пулнă, вĕсен тăхăмĕсене еткерлĕ çĕр тивĕ.

(13) Çапла ĕнтĕ, ывăлăм, тăванусене юратса пурăн, вĕсен хушшинчен арăм илес мар тесе, тăванусен умĕнче, хамăр халăхăн ывăлĕхĕрĕ хушшинче хăвна асла ан хур, мăнаçланни этеме пĕтерет, çынна йĕркерен кăларать, пурăнма пĕлменнипе вара пурăнăç хĕсĕнсе çитет, çука юлатăн: йĕркесĕр пурăнни — выçлăх амăшĕ.

(14) Хăвăн патăнта тара кĕрĕшсе ĕçленĕ çын укçи сан патăнта çĕр ан каçтăр, эсĕ ăна çийĕнчех парса тат: Турăшăн ĕçлесе тăрсассăн эсĕ те тивĕçлине илĕн. Пур тĕлĕшрен те асăрхануллă пул, ывăлăм, яланах ăспа пурăн.

(15) Ху мĕне кăмăлламастăн, çавна çыншăн та ан ту. Эрехе ÿсĕрĕличчен ан ĕç, ĕçкĕçикĕ санпа пĕрле ан çÿретĕр.

(16) Выçăпа касăлакансене çăкăрна пар, çарамас çынна тумтирне пар, хăвăнтан мĕн ытлашшине çук çынсене парса тăр, мĕскĕне панă чухне выçă куçлă ан пул.

(17) Çăкăрна сăваплă çынсен тупăкĕ патĕнче валеç, анчах çылăхлă çынсене ан пар.

(18) Пур ăслă-тăнлă çынран ăс ыйт, ырă ăс панине вырăна хумасăр ан хăвар.

(19) Яланах Çÿлхуçа Турра мухта, Ăна «мана чăн çулпа çÿреме вĕрентсем, ĕçĕмсене, шухăшланă шухăшăмсене ăнăçлă тусам» тесе тархасла, мĕншĕн тесессĕн тытăннă ĕçе ăнăçлă вĕçлесси нихăш халăх ирĕкĕнче те мар; мĕнпур ыррине Турă Хăй ярса тăрать, кама кĕçĕне хăварас тет, çавна Хăйĕн ирĕкĕпе кĕçĕне хăварать. Ывăлăм, манăн сăмахăмсене асрах тыт, чĕрÿнтен ан тухчăр вĕсем.

(20) Халь ĕнтĕ сана акă мĕн калам: Миди çĕрĕнчи Рага хулинче Гаваил, Гаврий ывăлĕ, пурăнать, çав çынна эпĕ вунă талант кĕмĕл упрама парсаттăм.

(21) Ывăлăм, эсĕ эпир çука юлтăмăр тесе ан хăра: эсĕ Çÿлхуçаран хăраса, çылăхран сыхланса Турра юрăхлă ĕçсем туса пурăнсассăн, санăн пурлăху нумаяхха, тенĕ.

5

(1) Товия хăйĕн ашшĕне çапла хуравласа каланă: аттем, эсĕ мана мĕн хушнине эпĕ пĕтĕмпех пурăнăçа килтерĕп;

(2) анчах çав çыннине пĕлмесĕр кĕмĕле епле илĕп-ха эпĕ? тенĕ.

(3) Вара ашшĕ ăна çыру панă та каланă: эсĕ хăвпа пĕрле кайма çын туп, хам сывă чухне эпĕ ăна тÿлĕп, иксĕр кайăр кĕмĕле илме, тенĕ.

(4) Товия юлташ шырама кайнă та Рафаила тĕл пулнă. Ку Ангел пулнă, Товия çакна пĕлмен.

(5) Товия ăна каланă: манпа пĕрле Миди çĕрне Рага хулине пымăн-ши? çав енчи çĕршыва пĕлетĕни эсĕ? тенĕ.

(6) Ангел каланă: санпа пĕрле пыма пултаратăп, эпĕ çулне те пĕлетĕп; Гаваил тăванăмăр патĕнче эпĕ чарăнса та тăнăччĕ, тенĕ.

(7) Товия ăна: кĕтсе тăр-ха мана, эпĕ аттене кайса калам, тенĕ.

(8) Лешĕ: каях, анчах вăрах ан çÿре, тенĕ.

(9) Товия ĕнтĕ ашшĕ патне пынă та каланă: хама юлташ тупрăм эпĕ, тенĕ. Ашшĕ каланă: эппин, ăна ман патăма чĕнсе кил, эпĕ унăн йăхĕ-кăкĕ çинчен ыйтса пĕлем, санпа юлташа пыма шанчăклă çын-и вăл, çавна та пĕлем, тенĕ.

(10) Товия ăна чĕнсе килнĕ, вĕсем вара иккĕшĕ пĕр-пĕрне саламланă. (11) Товит унран ыйтнă: каласам мана, тăванăм, мĕнле йăхран, кам тав рашĕ эсĕ? тенĕ.

(12) Лешĕ каланă: йăх-кăк шыратăни эсĕ е ывăлупа пĕрле кайма юлташ шыратăни? тенĕ. Товит ăна каланă: тăванăм, санăн йăхна, санăн ятна пĕлессĕм килет манăн, тенĕ.

(13) Лешĕ каланă: эпĕ — Азария, аслă Анания йăхĕнчен, санăн тăванах, тенĕ.

(14) Вара Товит каланă ăна: тăванăм, каях ĕнтĕ ыррăнсыввăн, эсĕ хăш йăхран, хăш ăруран пулнине ыйтса пĕлнĕшĕн ан çилленех мана; эсĕ манăн тăванăм пулатăн, ырă, чыслă йăхран тухнă эсĕ. Эпĕ Ананияна та, Ионафана та — аслă Семей ывăлĕсене — пĕлеттĕм, эпир пĕрле Иерусалима Турра пуççапма çÿреттĕмĕр, унта малтанхи çĕр çимĕçне тата пур çимĕçĕн вуннăмĕш пайне кÿреттĕмĕр: эпир аташса çÿрекен тăванăмăрсем хыççăн кайман; эсĕ, тăванăм, лайăх тымартан тухнă! тенĕ.

(15) Калаха мана: манăн сана мĕн чухлĕ тÿлес пулать? Сана эпĕ кунне пĕрер драхма парам тата ывăлăмпа танах мĕн кирлине парса ярам;

(16) чиперех кайса килсессĕн, тата хушса тÿлĕп, тенĕ.

(17) Ентĕ çапла калаçса татăлнă та. Унтан ашшĕ Товияна каланă: çула тухма хатĕрлен, ыррăнсыввăн кайăр, тенĕ. Товия вара çул çине мĕн кирлине хатĕрлесе хунă. Ашшĕ каланă ăна: каях çак çынпа, Çÿлти Турă сире ырă çул патăр, Унăн Ангелĕ ертсе пытăр сире, тенĕ. Вĕсем вара иккĕшĕ çула тухнă, вĕсемпе пĕрле Товиян йытти те ерсе пынă.

(18) Анна, Товия амăшĕ, йĕрсе янă та Товита çапла каланă: ывăлăмăра мĕншĕн кăларса ятăн эсĕ? Вăл хамăр куç умĕнче çÿренĕ чухне пирĕншĕн тĕрек марччĕиха?

(19) Кĕмĕле кĕмĕлрен ытла ан хакла; вăл ывăлăмăр çумĕнче çÿпĕ вырăнне анчах пултăр!

(20) Çÿлхуçа пире мĕн чухлĕ кунçул панă, пурлăхăмăр çавăн чухлĕ пурăнма çитет пире, тенĕ.

(21) Товит каланă ăна: ан хурлан, тăванăм; чиперех, сывă пуçпах кайса килĕ вăл, хăвăн куçупах курăн ăна,

(22) мĕншĕн тесессĕн ырă Ангел унпа пĕрлех çÿрĕ; унăн çулĕ ырă, ăнăçлă пулĕ, вăл сывă халлĕн çавăрăнса килĕ, тенĕ.

6

(1) Товия амăшĕ вара йĕме чарăннă.

(2) Çула тухнисем каçхине Тигр шывĕ патне çитнĕ те çĕр каçма унтах чарăннă.

(3) Яш ача шыв хĕррине çăвăнма аннă; çав вăхăтра шывран пĕр пулă курăннă та ăна çăтса ярасшăн пулнă.

(4) Ангел Товияна: тыт çав пулла, тенĕ. Товия пулла ярса тытнă та типĕ çĕре сĕтĕрсе кăларнă.

(5) Вара Ангел ăна каланă: пулла касса çур та, чĕрине, пĕверне, ватне кăларса илсе, вĕсене упра, тенĕ.

(6) Яш ача Ангел хушнă пек тунă та; пуллине вĕсем пĕçерсе çинĕ; вара малалла кайнă, Екбатан хулине çитнĕ.

(7) Яш ача Ангелтан ыйтнă: Азария тăванăм, ку пуллăн пĕверĕ, чĕри, вачĕ мĕн тума кирлĕ? тенĕ.

(8) Лешĕ çапла хуравланă: пĕрпĕр çынна шуйттан е усал сывлăш аптăратсан, ăна, — арçыни вăл, хĕрарăми,— çак пуллăн чĕрипе пĕверне çунтарса тĕтĕрес пулать, вара çав çын урăх асапланмасть;

(9) пĕрпĕр çыннăн куçне шур илсен, ăна çак пулă вачĕпе сĕрес пулать, вара вăл сипленет, тенĕ.

(10) Рага хулине çитерехпе

(11) Ангел яш ачана каланă: тăванăм, эпир кĕçĕр сан Рагуил хурăнташу патĕнче çĕр выртăпăр, унăн Сарра ятлă хĕрĕ пур.

(12) Эпĕ ун çинчен сăмах пуçарам, ăна сана качча паччăр; çав хĕрĕн еткерлĕхне сана пÿрнĕ, мĕншĕн тесессĕн ун ăрăвĕнче арçын эсĕ анчах, хĕрĕ вара илемлĕ те, ăслă та.

(13) Çапла, мана итле; эпĕ ун ашшĕпе калаçса пăхам, туйне Рага хулинчен таврăнсан тăвăпăр. Эпĕ Рагуила пĕлетĕп, Моисей саккунне хирĕçлесе вăл хăй хĕрне ниепле те ют çынна парас çук; апла тăвас пур, вăл вилĕме тивĕçлĕ пулĕччĕ; хĕрĕн еткерлĕхĕ никама та мар, сана тивмелле, тенĕ.

(14) Яш ача вара Ангела çапла каланă: Азария тăванăм, эпĕ çав хĕре çичĕ арçынна качча панă тенине илтнĕччĕ, анчах çиччĕшĕ те туй тунă каçах мăшăр пÿлĕмĕнче вилевиле выртнăмĕн;

(15) эпĕ аттен пĕртенпĕр ывăлĕ, ун патне мăшăр пÿлĕмне кĕрсессĕн, çавсем пек вилсе выртасран хăратăп; ăна шуйттан юратать, вăл ытти çынсене тивмест, çав хĕр патне çывăхаракансене çеç вĕлерет. Çавăнпа та эпĕ хăратăп: эпĕ вилсен аттемпе аннем маншăн хуйхăрсах вилĕç; вилсессĕн, вĕсене пытарма урăх ывăл та çук, тенĕ.

(16) Ангел ăна каланă: аçу ÿкĕтлесе каланă сăмаха мантăним эсĕ? вăл сана арăмна хăвăн йăхунтан илме хушмарĕиха? Итле мана, тăванăм: çав хĕр санăн арăму пулмалла, эсĕ шуйттанран ан шиклен, çав хĕр кĕçĕрех санăн арăму пулĕ.

(17) Анчах та эсĕ мăшăр пÿлĕмне кĕрсен тĕтĕркĕч ил те унта пулă чĕрипе пĕверне хурса тĕтĕр;

(18) шуйттан çав шăрша сиссенех тухса кайĕ те урăх нихăçан та каялла килмĕ. Сарра патне çывăхарас умĕн иксĕр те тăрăр та ырă кăмăллă Турра тархаслăр, Вăл çăлĕ, çырлахĕ сире. ан хăра: вăл — ĕлĕкренпех сана пÿрнĕ хĕр, эсĕ çăлăн ăна, вăл санпа пĕрле пырĕ; санăн унран ачапăча пулассине пĕлетĕп эпĕ, тенĕ. Çакна итлесе пĕтерсен, Товия ĕнтĕ Саррăна юратса пăрахнă, вăл пĕтĕм чунчĕрипе ун енне туртăннă. Вĕсем çапла Екбатан хулине çитнĕ.

7

(1) Вĕсем Рагуил çурчĕ патне пырса тăнă. Сарра вĕсене хирĕç тухнă та, вĕсем пĕрпĕрне саламланă, вара Сарра вĕсене пÿрте илсе кĕнĕ.

(2) Рагуил хăй арăмне Еднăна каланă: пăхха, ку ача манăн тăванăм ывăлĕ Товит сăнлах! тенĕ.

(3) Рагуил вĕсенчен çапла ыйтнă: тăванăмсем, эсир ăçтисем пулатăр? тенĕ. Лешĕсем каланă: эпир Неффалим йăхĕн çыннисем, Ниневи çĕрне тыткăна илсе кайнă çынсем, тенĕ.

(4) Рагуил татах ыйтнă: эсир пирĕн Товит тăванăмăра пĕлетĕри? тенĕ. Кусем: пĕлетпĕр, тенĕ. Унтан татах ыйтнă: сывахи вăл? тенĕ. Кусем: сывахха, тенĕ.

(5) Товия вара: вăл манăн атте пулать, тенĕ.

(6) Рагуил ĕнтĕ сиксе тăнă та ăна ыталаса илсе йĕрейĕре чуптунă.

(7) Товияна пилленĕ вăл, унтан çапла каланă: эсĕ — ырă та лайăх çын ывăлĕ, тенĕ. Товит куçсăр пулса ларнине пĕлсессĕн вара хурланса йĕнĕ.

(8) Унăн арăмĕ Една та, унăн хĕрĕ Сарра та йĕнĕ; çапла вĕсене питĕ хапăл туса йышăннă,

(9) така та пуснă, вĕсен умне сĕтел тулли апат-çимĕç лартнă. Товня Рафаила каланă: Азария тăванăм, çул çинчи калаçăва хускатса пăхха, çав ĕç пурăнăçлантăрччĕ, тенĕ.

(10) Рафаил вара Рагуила çав калаçăва каласа панă, Рагуил ĕнтĕ Товияна каланă: ĕç те çи, савăн, манăн хĕре эсĕ илме тивĕçлĕ, çапах та эпĕ сана тÿррине каласа парам:

(11) эпĕ хам хĕрĕме çичĕ ара çитиччен качча патăм, анчах çиччĕшĕ те туй каçах, ун патне кĕрсенех, вилевиле выртрĕç. Çавах та халĕ хаваслă пул! тенĕ. Товия каланă: эсир манпа килĕшсе сăмах татиччен эпĕ кунта çимĕп те, ĕçмĕп те, тенĕ. Рагуил каланă: эсĕ ăна качча илме тивĕçлĕ, эсĕ унăн тăванĕ, çавăнпа та вăл — санăн, эсĕ ăна халех илме пултаратăн. Ырă кăмăллă Турă сирĕн пурăнăçа майлаштарса ятăрччĕ! тенĕ.

(12) Вара хăй хĕрне Саррăна чĕнсе илнĕ те, аллинчен тытса, ăна арăмлăха Товияна парса çапла каланă: акă Моисей саккунĕ тăрăх ил те ман хĕрĕме аçу килçуртне ертсе кай, тенĕ. Ĕнтĕ вĕсене пилленĕ.

(13) Унтан хăй арăмне Еднăна чĕнсе илнĕ те хут чĕркемĕ çине килĕшÿ çырса пичет пуснă.

(14) Çакăн хыççăн вара çиме ларнă.

(15) Унтан Рагуил хăй арăмне Еднăна чĕнсе илсе каланă: тăванăм, эсĕ тепĕр çывăрмалли пÿлĕм хатĕрле те унта Саррăна илсе кĕр, тенĕ.

(16) Една ĕнтĕ Рагуил каланă пек тунă; Саррăна пÿлĕме илсе кĕнĕ те йĕрсе янă, хĕрĕ те амăшĕ йĕнине курса йĕре пуçланă; амăшĕ хĕрне каланă:

(17) ан йĕр, хĕрĕм, лăплан; тÿпепе çĕрĕн Çÿлхуçи сана хурлăху вырăнне савăнăç парĕ. Лăплансам, хĕрĕм! тенĕ.

8

(1) Каçхи апат хыççăн Сарра патне Товияна илсе кĕнĕ.

(2) Кĕнĕ чухне Товия, Рафаил каланă сăмаха аса илсе, хайхи пуллăн чĕрипе пĕверне тĕтĕркĕче хурса тĕтĕрнĕ.

(3) Шуйттан, çав шăрша сиссен, Тури Египета çитичченех тарнă — Ангел ăна çапла çыхса лартнă.

(4) Вĕсем пÿлĕмре хăйсем иккĕшех юлсан, Товия вырăн çинчен тăнă та каланă: тăрах, тăванăм, Çÿлхуçана кĕлтăвар, çырлахтăрччĕ Вăл пире, тенĕ.

(5) Товия вара акă çапла каласа кĕлтунă: эй аттемĕр сенĕн Турри, Эсĕ мухтавлă, Санăн сăваплă яту та мухтавлă, вăл ĕмĕрĕмĕрех чаплă! Сана тÿпе те, Хăв мĕн пултарни те — пурте мухтавлаччăр!

(6) Эсĕ Адама пултарнă, ăна пулăшма Евăна панă, юлташлăха арăм панă ăна. Вĕсенчен этем йăхĕ пуçланса кайнă. Эсĕ Хăвах çапла каланă: «этеме пĕччен пурăнма аван мар, ăна пулăшса тăма хăй евĕрлĕскернех пултарар» тенĕ.

(7) Эй Çÿлхуçамăм, эпĕ халĕ çак тăванăма ÿте килентерме илместĕп, чăнчăнах арăм тесе илетĕп: мана çырлахма кăмăл тусамччĕ, мана ватăличченех унпа пурăнма парсамччĕ! тенĕ.

(8) Товияпа пĕрле Сарра та: аминь, тенĕ.

(9) Çав каçхине вĕсем иккĕшĕ те канлĕ çывăрнă. Рагуил вара çав хушăра тăрса тухса виле шăтăкĕ алтса хунă,

(10) вăл ĕнтĕ: «ку та вилсе выртман-ши?» тесе шухăшланă.

(11) Унтан Рагуил килне кĕнĕ те

(12) хăй арăмне Еднăна каланă: пĕр тарçуна ярса пăхтарха, чĕрĕши вăл; вилнĕ пулсан пытарăпăр, никам та сисмĕ, тенĕ.

(13) Хĕрарăм тарçă алăка уçса кĕрсе пăхнă: лешĕсем иккĕшĕ те çывăрнă.

(14) Унтан каялла тухса каланă вĕсене: вилмен, тенĕ.

(15) Вара Рагуил Турра тав туса çапла каланă: эй Турă, Эсĕ тасаран та таса, мухтавлă Турă! Сана Хăвăн сăваплă çыннусем мухтаччăр, Хăв мĕн пултарни те, Хăвăн Ангелусем те, Хăв суйласа илнисем те ĕмĕрĕмĕрех Сана мухтавлаччăр!

(16) Эй Турă, Эсĕ мухтавлă, Эсĕ мана савăнăç патăн; пире Эсĕ Хăвăн аслă ырăлăхна кăтартрăн, мана шиклентерсе тăракан инкекрен хăтартăн!

(17) Эй Турă, Эсĕ мухтавлă! Эсĕ икĕ кил-йышăн пĕртенпĕр ачисене хĕрхентĕн! Эй Патша, вĕсемшĕн ырăлăхна туса çитер: вĕсен кунçулне сывлăхлă, савăнса, ырă кăмăллăн пурăнса ирттермелле ту, тенĕ.

(18) Вăл вара чурисене виле шăтăкне каялла хупласа хума хушнă.

(19) Рагуил ĕнтĕ вунтăватă кун хушши туй ĕçки тунă.

(20) Çав туй ĕçки иртиччен Рагуил Товияна тупа тутарсах каланă: çак вунтăватă куна пыракан туй ĕçки иртиччен ан кай эсĕ;

(21) кайран ва ра çур пурлăхăма илсе ыррăнсыввăн аçу килне тухса кайăн; юлашки пурлăхăма арăмпа иксĕмĕр вилсен илĕн, тенĕ.

9

(1) Товия ĕнтĕ Рафаила чĕнсе илсе каланă:

(2) Азария тăванăм, хăвпа пĕрле пĕр чура, икĕ тĕве ил те Миди çĕрне Рага хулине Гаваил патне кай; эсĕ унтан манăн кĕмĕлĕме илсе килĕн, тата ăна хăйне те ман патăма туя ертсе кил.

(3) Рагуил мана: «туй кунĕсем иртиччен киле каймастăп» тесе тупа тутарчĕ;

(4) аттем вара кашни кунах мана кĕтет, эпĕ çапла вăрахласан, вăл питех те хуйхăрĕ, тенĕ.

(5) Рафаил вара кайнă, Гаваил патне çитсе чарăннă, ăна çыру панă; лешĕ ăна пичет пуснă михĕсем илсе килсе тыттарнă.

(6) Вĕсем иккĕшĕ те ирхине ирех тăнă та пĕрле çула тухса Рагуил патне туя çитнĕ. Товия вара арăмне пехилленĕ. ^Товия ашшĕ Товит ĕнтĕ кашни куна шутласа тăнă. Ывăлĕ каялла çаврăнса çитес кун тĕлне таврăнайманнине курса,

(2) вăл çапла каланă: вĕсене кам та пулин тытса чарман-ши? Гаваил вилменши, çавăнпа вĕсене кĕмĕле парса яраканни пулмарĕ-ши? тенĕ.

(3) Вăл çапла шутсăр хуйхăрнă. “Арăмĕ ăна çапла каланă: пирĕн ывăлăмăр вилнĕ ĕнтĕ, çавăнпа таврăнаймасть вăл, тенĕ. Вара ачишĕн йĕрейĕре каланă:

(5) эй ывăлăм, халĕ ĕнтĕ мана нимĕн те кирлĕ мар, эй куçăм çути, мĕншĕн кăларса ятăмши сана? тенĕ.

(6) Товит ăна: чарăн, ан пăшăрхан, сывах вăл, тенĕ.

(7) Арăмĕ каланă: ху чарăн, мана ан ултала; ачамăр пĕтрĕ, тенĕ. Кулленкун вăл хула тулашне, ачисем кайнă çул çине, тухса тăнă; кунĕпе нимĕн те çимен, çĕрле вара Товия ывăлĕшĕн йĕнĕ, йĕме чарăнман; Рагуил унăн ывăлне тупа тутарса туй ĕçки иртсе кайиччен, вунтăватă талăк иртиччен, тытса тăнă кунсене вăл çапла ирттернĕ. Туй ĕçки вĕçленсессĕн ĕнтĕ Товия Рагуила каланă: ярах ĕнтĕ мана, халĕ те аттемпе аннем мана курасса сунмаççĕ пулĕ, тенĕ.

(8) Хунĕ каланă ăна: кăштах пурăнха ман патăмра, эпĕ сан çинчен аçу патне хыпар ярăп, тенĕ.

(9) Товия каланă: çук, аттем патне хамах яр, тенĕ.

(10) Вара Рагуил Товияна хăйĕн хĕрне Саррăна панă, тата хăйĕн çур пурлăхне, чурасем, выльăхчĕрлĕх, кĕмĕл уйăрса панă;

(11) вăл вĕсене пиллесе ăсатса янă: ачамсем, Çÿлти Турă сире ырăлăх парсах тăтăр, хам виличчен эсир ырă пурăннине курасчĕ манăн, тенĕ.

(12) Унтан хĕрне каланă: хуняçупа хунямуна хисеплесе пурăн, халĕ ĕнтĕ вĕсем санăн аçупа аннÿ вырăнĕнче пулччăр, сан çинчен пирĕн ырă хыпар илтсе тăмалла пултăрччĕ, тенĕ. Вара хĕрне чуптунă. Унтан Една Товияна каланă: эй чунтан савнă тăванăм, тÿпе Çÿлхуçи çĕклетĕр сана, Вăл мана Сарра хĕрĕмрен ачапăча курма пÿртĕрччĕ, вара Çÿлхуçа умĕнче хĕпĕртесе тăмалла пулăпимччĕ. Акă хĕрĕме санăн аллуна паратăп, упра ăна, ан кÿрентер, тенĕ.

(13) Çапла вара, Товия хăйĕн çулне ăнтарнăшăн Турра тав туса, Рагуилпа унăн арăмне Еднăна тав туса килне кайма тухнă. Кайсанкайсан вĕсем Ниневи хули патне çитнĕ.

10

(1) Рафаил Товияна каланă: тăванăм, ху тухса кайнă чухне аçу еплерех юлнине пĕлетĕнçке эсĕ;

(2) атя каяр та, арăмунтан маларах çитсе, пÿлĕм хатĕрлесе хурар;

(3) эсĕ хайхи пулă ватне хăвăнпа пĕрле илха, тенĕ. Иккĕшĕ утнă вара; вĕсем хыççăн йытти чупса пынă.

(4) Çав вăхăтра Анна, çул çинелле пăхса, ывăлне кĕтсе ларнă,

(5) ĕнтĕ ывăлĕ килнине асăрханă та унăн ашшĕне каланă: авă ывăлу килет, пĕрле кайнă юлташĕ те пур, тенĕ.

(6) Рафаил каланă: Товия, эпĕ санăн аçун куçĕ уçăласса пĕлетĕп;

(7) эсĕ унăн куçне ватпа сĕр, вара куçĕ йăмăхса ыратнă пек пулĕ те, вăл ăна шăлса илĕ, шур илни сирĕлĕ вара, сана курĕ вăл, тенĕ.

(8) Анна чупса пынă та ывăлне ыталаса илсе каланă: сана куртăм ĕнтĕ, ачамăм, халĕ ĕнтĕ манăн вилсен те юрать, тенĕ. Иккĕшĕ те йĕрсе янă.

(9) Товит вара алăк патнелле утнă, анчах такăннă; ывăлĕ чупса пырса ашшĕне ярса тытнă,

(10) вăл пулă вачĕпе ашшĕ куçне сĕрсе çапла каланă: аттеçĕм, çитĕ кулянса! тенĕ.

(11) Товит куçĕ йăмăхса ыратма пуçланă та, вăл ăна шăлса илнĕ,

(12) çакăн хыççăн ун куçĕнчен шурă илни сирĕлнĕ. Ывăлне курсассăн, вăл ăна мăйĕнчен ыталаса илнĕ те

(13) йĕрсе ярса каланă: эй Турă, Эсĕ мухтавлă, Санăн яту та ĕмĕрĕмĕрех мухтавлă, Санăн сăваплă Ангелусем те мухтавлă!

(14) Эсĕ мана хаса патăн та — Эсех мана хĕрхенсе каçартăн. Акă эпĕ Товия ывăлăма куратăп, тенĕ. Хĕпĕртеннĕ ывăлĕ вара пÿрте кĕнĕ те Миди çĕрĕнче мĕнле тĕлĕнмелле ĕçсем пулни çинчен ашшĕне каласа кăтартнă.

(15) Савăнса та Турра тав туса, Товит ĕнтĕ кинне кĕтсе илме Ниневи хапхи патне тухса тăнă. Товит пынине куракансем унăн куçĕ уçăлнинчен тĕлĕннĕ.

(16) Товит вĕсене Турă хăйне епле хĕрхенни çинчен каласа кăтартнă. Вăл ĕнтĕ кинĕ патне пынă та ăна пиллесе каланă: сывлăх сунатăп сана, хĕрĕм! Сана пирĕн патăмăра илсе килнĕ Турă мухтавлă пултăр, санăн аçуаннÿ пиллĕхлĕ пултăр, тенĕ. Унăн Ниневи хулинчи пĕтĕм тăванĕ те савăннă.

(17) Вĕсем патне хăнана Ахиахар тата хăйпе пĕртăванĕн ывăлĕ Насвас та çитнĕ;

(18) вĕсем Товия туйне çичĕ кун хушши савăнăçлăн уявланă.

11

(1) Товит хăйĕн ывăлне Товияна чĕнсе илнĕ те каланă: хăвпа пĕрле çул çÿренĕ çынна тÿлеме хатĕрле эсĕ, ăна хушса тÿлеме те ан ман, тенĕ.

(2) Ывăлĕ каланă: аттем, эпĕ, ăна хам илсе килнĕ пурлăхăн çуррине парсассăн та, тăкак тÿсмĕп,

(3) мĕншĕн тесессĕн вăл мана сан патна сывă халлĕн илсе çитерчĕ, манăн арăма сыватрĕ, кĕмĕлĕме илсе килсе пачĕ, санăн куçна та сиплерĕ, тенĕ.

(4) Ашшĕ ĕнтĕ: çавăн пек парас та ăна, тенĕ.

(5) Вăл Ангела чĕнсе илнĕ те каланă: хăвăр мĕн чухлĕ илсе килнинчен çуррине ил те ыррăнсыввăн каях ĕнтĕ, тенĕ.

(6) Ангел вара иккĕшне те чĕнсе илсе çапла каланă: Турра мухтăр, Турра аслăлăр, Унăн аслăлăхне асра тытăр, Вăл сирĕншĕн мĕнмĕн туни çинчен пур чĕрĕ чуна пĕлтерĕр. Турра мухтани, Унăн ятне аслăлани, Турă ĕçĕсем çинчен Ăна чунтан юратса каласа пани — ырă ĕç; Турра аслăласа мухтама ан ÿркенĕр.

(7) Патша вăрт тăнлăхне пĕлтерменни аван, Турă ĕçĕсене пĕлтерни — мухтава тивĕç. Ырă тăвăр, вара усалли сире тĕкĕнеймĕ.

(8) Ырă ĕç вăл — типĕ тытса кĕлтуни, мĕскĕнсене пулăшни тата тÿрĕлĕхпе пурăнни. Тÿрĕлĕхпе сахал туни тÿрĕлĕхсĕр нумай тунинчен ирттерет; ылтăнкĕмĕл пухнинчен чухăн çынна пулăшни лайăхрах,

(9) мĕншĕн тесессĕн чухăн çынна ырă туни вилĕмрен хăтарать, кирек епле çылăхран та тасатать. Ырăлăх тăваканăн, тÿрĕ ĕçпе пурăнаканăн кунçулĕ вăрăм пулать.

(10) Çылăхлă çынсем хăйсен пурăнăçне хăйсемех пĕтереççĕ.

(11) Сирĕнтен нимĕн те пытармастăп; мĕн калассине каларăм ĕнтĕ: патша вăрттăнлăхне пĕлтерменни аван, Турă ĕçĕсене пĕлтерни — мухтава тивĕçлĕ.

(12) Эсĕ кĕлтунă чухне, Сарра кинÿ кĕлтунă чухне эпĕ сирĕн кĕллĕре Святой умне çитертĕм, эсĕ вилнĕ çынсене тирпейлесе пытарнă чухне те эпĕ санпа пĕрлехчĕ.

(13) Эсĕ, апат çисе ларнă çĕртен тăрса, пĕр ÿркенмесĕр виле кайса пытартăн, ырă ĕçÿ манран пытарăнса юлмарĕ, ун чухне те эпĕ санпа пĕрлеччĕ.

(14) Хальхинче мана Турă сана тата санăн Сарра кинÿне сыватма ячĕ.

(15) Эпĕ — Рафаил, сăваплă çынсен кĕллисене Турă патне çитерекен, Святой мухтавлăхĕ умĕнче тăракан çичĕ сăваплă Ангелран пĕри пулатăп, тенĕ.

(16) Çак сăмахсене илтсен, Товитпа Товия аптăраса кайнă, хăранипе иккĕшĕ те çĕре ÿпне ÿкнĕ.

(17) Ангел вĕсене каланă: ан хăрăр, канăçлăх пултăр сире. Ĕмĕрĕпех Турра мухтавлăр.

(18) Эпĕ хам ирĕкĕмпе килмен, Туррăмăр хушнипе килтĕм, çавăнпа Ăна ĕмĕрĕмĕрех мухтавлăр.

(19) Çак кунсенче Эпĕ яланах сире курăнса çÿрерĕм, анчах эпĕ ĕçмен те, çимен те, сирĕн куçăра çеç çавăн пек курăннă.

(20) Халĕ ĕнтĕ Турра мухтăр, мĕншĕн тесессĕн эпĕ хама кунта Янăскерĕ патне хăпаратăп, мĕнмĕн пулса иртнине пурне те кĕнеке çине çырса хурăр, тенĕ.

(21) Товитпа Товия ура çине тăрсан Ангела текех курман вара.

(22) Вара вĕсем Туррăн тĕлĕнмелле хăватлă, аслă ĕçĕсем çинчен, хăйсене Çÿлхуçа Ангелĕ епле курăнни çинчен калакала кăтартнă.

12

(1) Хĕпĕртесесавăнса, Товит çакăн пек кĕлĕ çырнă: ĕмĕр пурăнакан Турă мухтавлă, Унăн патшалăхĕ те мухтавлă!

(2) Вăл хаса парать те — хĕрхенет, тамăка антарать те — çÿле хăпартать, Унăн аллинчен никам та хăтăлаяс çук.

(3) Эй Израиль ывăлĕсем! Ăна суя тĕнлĕ халăхсем умĕнче мухтавлăр: Вăл пире вĕсен хушшине салатрĕ.

(4) Унăн аслăлăхĕ çинчен çавăнта пĕлтерĕр, Ăна пĕтĕм чĕрĕ чун умĕнче аслăласа тăрăр: Вăл — пирĕн Çÿлхуçамăр, Туррăмăр, ĕмĕртен ĕмĕрхи Аттемĕр.

(5) Тĕрĕс пурăнманшăн пире хаса парать, каллех хĕрхенсе каçарать, кирек ăçта саланнă пулин те, пире тĕрлĕ халăх хушшинчен пуçтарать.

(6) Эсир пĕтĕм чĕререн, чунтанвартан Ун енне çаврăнсассăн, Вăл та сирĕн енне çаврăнĕ, Хăйĕн сăнне сирĕнтен пытармĕ. Вара мĕн тăвассине хăвăрах куратăр. Ăна пĕтĕм сăмахăрпа мухтавлăр, тÿрĕлĕх Çÿлхуçине тав туса юрлăр, ĕмĕрсенĕн Патшине аслăлăр. Ăна хам тыткăнра пурăнакан çĕршывра мухтавлăп, çылăхлă халăха Унăн хăвачĕпе чапĕ çинчен вĕрентĕп. Эй çылăхлă çынсем, Турă енне çаврăнăр, Унăн умĕнче тÿрĕлĕхпе пурăнăр. Кам пĕлет, тен, Вăл сире кăмăллĕ те сире ырăлăх кăтартĕ?

(7) Эпĕ Туррăма аслăлатăп, чунăм Тÿпе Патшине мухтавлать, Унăн аслăлăхне курса савăнать.

(8) Пурте Ун çинчен пĕлтерччĕр, Ăна Иерусалимра мухтаччăр.

(9) Эй Иерусалим, сăваплă хула! Вăл сана ывăлусен ĕçĕсемшĕн хаса парĕ, тÿрĕ çынсен ывăлĕсене каллех хĕрхенсе каçарĕ.

(10) Çÿлхуçана тăрăшсах мухтавла, ĕмĕрсен Патшине мухтаса юрла, çак хулара савăнса каллех кĕлĕ чатăрĕ туса лартчăр, Туррăмăр тыткăнра пулнисене савăнтартăр, çак хулара хурлăх куракансене ĕмĕрĕмĕрĕпе юраттăр.

(11) Темĕн тĕрлĕ халăхсем инçетрен Çÿлхуçа Турă ячĕшĕн парнесем илсе килĕç, Тÿпе Патшине парне кÿрĕç; Иерусалим, сана сыпăкран сыпăка савăнса хĕпĕртенсе мухтавлĕç.

(12) Сана курайманнисем ылханлă пулĕç, сана юратакансем ĕмĕрĕпех пиллĕхлĕ пулĕç!

(13) Сăваплисен ывăлĕсемшĕн савăн та хĕпĕрте: пуçтарăнĕç те вĕсем сăваплисенĕн Çÿлхуçине мухтавлĕç.

(14) Эй Иерусалим, сана юратакансем телейлĕ! вĕсем эсĕ тăнăçлă тăнине курса савăнĕç. Эсĕ асап курнăшăн кулянакансем телейлĕ: вĕсем санăн пĕтĕм чапнамухтавна курĕç те — савăнĕç, ĕмĕр хĕпĕртесе тăрĕç.

(15) Манăн чунăм Туррăма, аслă Патшана мухтавлатăр:

(16) ĕнтĕ Иерусалима çĕнĕрен — сапфир чулĕнчен, смарагд чулĕнчен, тĕрлĕ йышши хаклă чулсенчен — туса лартĕç; хÿмÿне, пашнÿсене, хÿтлĕхÿсене таса ылтăнран тăвĕç;

(17) Иерусалим урамĕсене берилл чулĕпе, анфракс чулĕпе, Офиртан кÿнĕ чулпа сарса тухĕç.

(18) Унăн пур урамĕнче те «аллилуия» тени янăраса тăрĕ: «Туррăмăр, Иерусалима ĕмĕрĕмĕре чапа кăларнă Туррăмăр, ĕмĕрĕмĕрех мухтавлă!» тесе аслăлĕç.

13

(1) Çапла каласа, Товит мухтав кĕллине вĕçленĕ.

(2) Суккăрланнă чухне вăл сакăрвунă саккăрта пулнă, сакăр çултан унăн куçĕ уçăлнă. Вăл малалла та ырă ĕçсем туса пурăннă, Çÿлхуçа Турăран хăраса, Ăна хисеплесе, мухтаса пурăннă.

(3) Вăл ĕнтĕ ватăлса çитнĕ, вара хăй патне ывăлне, ывăлĕн ултă ывăлне чĕнсе илнĕ те каланă: ывăлăм, эпĕ ватăлтăм ĕнтĕ, кунçулăм кĕскелсе çитрĕ. Ачусене ил те

(4) Миди çĕрне куçса кай, эпĕ пĕлсех тăратăп: Иона пророк каланă пек, Ниневи арканĕ; Миди çĕрĕнче вара пĕр тапхăр лăпкă пулĕ. Пирĕн тăвансем, хамăр çĕршывра пурăнакансем, çав ырă çĕршывран тĕрлĕ çĕрелле саланса пĕтĕç; Иерусалим пушхир пек пулса юлĕ, унти Турă Çуртне çунтарса ярĕç те, пĕр вăхăтлăха унта нимĕн те пулмĕ.

(5) Анчах Турă вĕсене каллех хĕрхенсе каçарĕ те каялла хăйсен çĕрĕ çине илсе килĕ; вара Турă Çурчĕ туса лартĕç, ку Çурт ĕлĕкхи пекех пулмĕ. Вăхăт çитсен, вĕсем тыткăнран таврăнĕç, Иерусалима питĕ чаплă туса лартĕç; Турă Çуртне çĕнĕрен, ĕмĕрлĕхе, туса лартĕç — пророксем каланă пек, чаплăран та чаплă Çурт пулĕ вăл.

(6) Пур халăхсем те Çÿлхуçа Турă енне çаврăнĕç, пурте чăннипех Ана пăхăнсахисеплесе тăрĕç, хăйсен йĕрĕхĕсене аркатса тăкĕç;

(7) пур халăхсем те Çÿлхуçана мухтавлĕç. Унăн халăхĕ Турра аслăлĕ, Çÿлхуçа Хăй халăхне асла кăларĕ; Çÿлхуçа Турра чăннипе, тÿрĕлĕхпе юратакансем пирĕн тăвансене ырăлăх туса, савăнса тăрĕç.

(8) Çапла ĕнтĕ, ывăлăм, каях Ниневи çĕрĕнчен, Иона пророк каланă сăмах вырăна килетех.

(9) Турă саккунне уяса, Турă хушнине туса пурăн, ырă ĕç тума юратакан тÿрĕ çын пул, вара хăвна та лайăх пулĕ.

(10) Мана чипер тирпейлесе пытар, аннÿне те манпа пĕр çĕрех пытар, ун хыççăн вара текех Ниневи çĕрĕнче ан юлăр. Ывăлăм, асту, Аман хăйне пăхса ÿстернĕ Ахиахара мĕн турĕ: çутăран сĕмлĕхе илсе кĕчĕ, çавăншăн Аманăн хăйĕнех асап тÿсме тиврĕ — сĕмлĕхе хăй анса кайрĕ, Ахиахар çăлăнса юлчĕ. Манассия мĕскĕнсене пулăшнă, çавăнпа вăл хăйне тытма карса хунă вилĕм танатинчен хăтăлнă; Аман вара танатана çакланчĕ те — пĕтрĕ.

(11) Çапла ĕнтĕ, ачамсем, ырă ĕç мĕн тунине, тÿрĕ пурăнни çынна çăлса хăварнине пĕлсех тăрăр, тенĕ ĕнтĕ Товит. Çакна каласанах, вырăнĕ çинче выртнă çĕртех Товитăн чунĕ тухнă; вăл çĕр аллă сакăр çулта пулнă, ывăлĕ вара ăна чыслăн тирпейлесе пытарнă.

(12) Анна вилсен, ывăлĕ ăна ашшĕпе пĕр çĕрех пытарнă. Çакăн хыççăн Товия арăмĕпе, ачипăчипе Екбатана хăй хунĕ Рагуил патне куçса кайнă.

(13) Товия ырă кунçулпа мĕн ватăличченех пурăннă, хăйĕн хунĕпе хунямăшне чипер чысласа пытарнă; ĕнтĕ вĕсенĕн мĕнпур пурлăхĕ те, ашшĕн пурлăхĕ те ăна юлнă.

(14) Вăл çĕр çирĕм çичĕ çула çитсе Миди çĕрĕнчи Екбатанра вилнĕ.

(15) Хăй виличчен вăл Навуходоносорпа Асуир Ниневи хулине аркатса тăкни çинчен илтнĕ, çапла вăл вилес умĕн Ниневи пĕтни çинчен илтсе савăннă.


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

*

Ку кĕнекене грекларан куçарнă пулнă.

Товит кĕнеки” çине пĕр шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.