Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Иов Кĕнеки
1
(1) Уц çĕрĕнче Иов ятлă пĕр çын пурăннă; вăл таса чĕреллĕ, тÿрĕ, Турăран хăракан çын пулнă, усалтан сыхланса çÿренĕ.
(2) Унăн çичĕ ывăл та виçĕ хĕр çуралнă.
(3) Çичĕ пин пуç вак выльăх, виçĕ пин пуç тĕве, пилĕкçĕр мăшăр ĕç вăкăрĕ, пилĕкçĕр пуç ама ашак тата темĕн чухлĕ тарçăтĕрçĕ — çакă унăн пурлăхĕ пулнă; вăл Тухăç ывăлĕсем хушшинче пуринчен те чаплăрах пулнă.
(4) Унăн ывăлĕсем кашнийĕ хăйĕн кунĕнче хăй килĕнче ĕçкĕçикĕ тунă, вĕсем пурте çавăнта пуçтарăннă, пĕрле ĕçсе çиме вĕсем виçĕ йăмăкне те чĕнтерсе пынă.
(5) Çапла ĕçсеçисе çаврăнсассăн, Иов вĕсене чĕнтеречĕнтере илсе çылăхĕсенчен тасатнă, ирхине ирех тăрса кашни ачишĕн Турра пĕрер парне, пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парне, кÿнĕ [тата вĕсен чунĕсем çылăха кĕнĕшĕн пуриншĕн те пĕр пăру кÿнĕ]. Вăл каланă: тен, манăн ывăлăмсем çылăха кĕчĕç пулĕ, тен, хăйсен ăшĕнче Турра хурларĕç пулĕ, тенĕ. Ĕçкĕçикĕ çаврăмĕ иртмессерен Иов çапла туса ирттернĕ.
(6) Пĕр кунхине Турă ывăлĕсем Çÿлхуçа умне пухăннă; вĕсемпе пĕрле шуйттан та пынă.
(7) Çÿлхуçа шуйттана: эсĕ ăçтан килтĕн? тенĕ. Шуйттан Çÿлхуçана хуравласа каланă: эпĕ çĕр çинче çÿрерĕм, пĕтĕм çĕре çÿресе çаврăнтăм, тенĕ.
(8) Çÿлхуçа ăна каланă: эсĕ Манăн Иов чурама асăрхарăни? Çĕр çинче ун пек çын урăх çук: вăл таса чĕреллĕ, тÿрĕ çын, Турăран хăракан, усалтан сыхланса çÿрекен çын, тенĕ.
(9) Шуйттан Çÿлхуçана хуравласа каланă: Иов вăл Турăран ахальтен хăраса пурăнать-им? тенĕ.
(10) Ăна хăйне те, унăн килçуртне те, ытти пурлăхне те Эсĕ сыхласа усрамастăниха? Вăл тăвакан ĕçе Эсĕ пилленĕ, çавăнпа унăн выльăхĕчĕрлĕхĕ çĕр çинче ĕрченĕçемĕн ĕрчесе пырать; панчах Эсĕ аллуна тăсха, унăн мĕн пуррине сĕртĕнха,— вăл Сана мухтаса пурăнĕи? тенĕ.
(12) Çÿлхуçа шуйттана каланă: акă унăн мĕн пуррине йăлтах санăн аллуна паратăп; анчах эсĕ хăйне ан тив, тенĕ. Шуйттан вара Çÿлхуçа умĕнчен кайнă.
(13) Пĕр кунхине Иов ывăлĕсемпе хĕрĕсем хăйсен аслă пиччĕшĕ килĕнче ĕçсеçисе ларнă.
(14) Акă Иов патне пĕр хыпарçă пырать те калать:
(15) вăкăрсем акараччĕ, çывăхрах ашак кĕтĕвĕ çÿретчĕ, сасартăк Савея çыннисем пырса тапăнчĕç те вĕсене хăваласа кайрĕç, тарçусене хĕçпе касса вĕлерчĕç; сана килсе хыпар тумашкăн пĕр эпĕ анчах хăтăлса юлтăм, тет.
(16) Вăл çапла каласа тăнă вăхăтрах тепĕри пырса калать: тÿперен Турă вучĕ ÿкрĕ те сурăхсемпе кĕтÿçĕсене ĕнтсеçунтарса ячĕ; сана килсе хыпар тумашкăн пĕр эпĕ анчах хăтăлса юлтăм, тет.
(17) Ку çапла каласа тăнă вăхăтрах тата тепĕри пырса калать: Халдея çыннисем виçĕ ушкăнпа пычĕç те тĕвесене тапăнчĕç, вĕсене хăваласа кайрĕç, тарçусене хĕçпе касса вĕлерчĕç; сана килсе хыпар тумашкăн пĕр эпĕ анчах хăтăлса юлтăм, тет.
(18) Вăл çапла каласа тăнă вăхăтрах тепĕри пырса калать: санăн ывăлухĕрÿ аслă пиччĕшĕн килĕнче ĕçсеçисе ларатчĕ;
(19) сасартăк пушхиртен вăйлă çилтăвăл килчĕ те пÿрте тăватă кĕтессинчен тăпăлтарса çĕклерĕ, пÿрт ачусем çине йăтăнса анчĕ, вĕсем пурте вилчĕç; сана килсе хыпар тумашкăн пĕр эпĕ анчах хăтăлса юлтăм, тет.
(20) Вара Иов тăнă та çиелти тумтирне çурса пăрахнă, çÿçне касса тăкнă, çĕре ÿксе пуççапнă та
(21) çапла каланă: аннем варĕнчен эпĕ çаппаçарамас çуралнă, çĕре те çаппаçарамасах кĕрĕп. Çÿлхуçа пачĕ, Çÿлхуçа илчĕ; [Çÿлхуçана мĕнле кирлĕ пулнă, çапла пулнă, çапла пулчĕ те;] Çÿлхуçа ячĕ мухтавлă пултăр! тенĕ.
(22) Çапла туса Иов ним çылăха та кĕмен, Турă çинчен пĕр ăссăр сăмах та каламан.
2
(1) Пĕр кунхине Турă ывăлĕсем Çÿлхуçа умне пухăннă; вĕсемпе пĕрле Çÿлхуçа умне шуйттан та пырса тăнă.
(2) Çÿлхуçа шуйттана: эсĕ ăçтан килтĕн? тенĕ. Шуйттан Çÿлхуçана хуравласа каланă: эпĕ çĕр çинче çÿрерĕм, пĕтĕм çĕре çÿресе çаврăнтăм, тенĕ.
(3) Çÿлхуçа ăна каланă: эсĕ Манăн Иов чурама асăрхарăни? Ун пек çын çĕр çинче урăх çук: вăл таса чĕреллĕ, тÿрĕ çын, Турăран хăракан, усалтан сыхланса çÿрекен çын, халиччен те унăн таса кăмăлĕ хавшаман, эсĕ вара, ун çинчен элеклесе, Мана пĕр айăпсăр çынна пĕтерме хĕтĕртрĕн, тенĕ.
(4) Шуйттан Çÿлхуçана хуравласа каланă: тиршĕн — тир хакĕ, пурăнас кунçулĕшĕн вара этем хăйĕн мĕн пуррине те пама хатĕр;
(5) Эсĕ аллуна тăсха, унăн шăммишаккине, ÿтнетирне сĕртĕнха, вăл Сана мухтаса пурăнĕи? тенĕ.
(6) Çÿлхуçа шуйттана каланă: акă ăна санăн аллуна паратăп, анчах эсĕ унăн чунне ан тив, тенĕ.
(7) Шуйттан Çÿлхуçа умĕнчен кайнă та Иова ура тупанĕнчен пуçласа пуç тÿпине çитичченех хаяр тилçе сырса илмелле тунă.
(8) Иов вара кĕсенюханне хырахыра тăкма чÿлмек катăкĕ илнĕ те [ял тулашне] кĕл çине кайса ларнă.
(9) Арăмĕ ăна каланă: мĕн эсĕ çаплах айăпа кĕресрен сыхланатăн! Турра хурла та вилсе вырт пĕрех хут, тенĕ.
(10) Анчах арăмне Иов çапла каланă: эсĕ пĕрпĕр ăссăр çын пек калаçатăн. Турăран ырăлăхне кăна йышăнăпăри эпир, усаллине йышăнмăпăри? тенĕ. Çапла вара Иов чĕлхипе усал каласа çылăха кĕмен.
(11) Иов пуçĕ çине йăтăнса аннă çак мĕнпур инкек çинчен унăн виçĕ тусĕ — Феман çынни Елифаз, Савхея çынни Вилдад тата Наама çынни Софар — илтнĕ те, кашнийĕ харпăр хăй çĕрĕнчен тапранса тухса пĕрле пуçтарăннă; Иовпа пĕрле кулянса унăн чунне лăплантарас тесе ун патне кайнă.
(12) Вĕсем пуç çĕклесе пăхнă та ăна аякранах курнă, анчах палласа илеймен; вара тăвăнса кăшкăрса янă та уласа йĕме тытăннă; кашнийĕ çири тумтирне туртса çурнă, тусан илеиле çÿлелле, пуçĕ çине, сапнă.
(13) Иовпа пĕрле вĕсем çĕр çинче çичĕ кун та çичĕ каç ларнă; Иов çав тĕрлĕ асапланнине кура нихăшĕ те ăна пĕр сăмах та чĕнмен.
3
(1) Çавăн хыççăн вара Иов, çăвар уçса, хăйĕн çуралнă кунне ылханнă.
(2) Ылханма пуçласа Иов çапла каланă:
(3) эпĕ çуралнă кун тĕп пултăр,
«этем тĕвĕленчĕ»
тенĕ каç та тĕп пултăр!
(4) Çав куна сĕмлĕх хуплатăр;
çÿлти Турă ăна çав халлĕнех хăвартăр,
ăна çутă ан çутаттăр!
(5) Ăна сĕм-сĕмлĕхпе вилĕм ĕмĕлки хупăрлатăр,
ăна хура пĕлĕт карса илтĕр,
ĕнтсе яракан шăрăхран хăранă пек сехĕрленччĕр унран!
(6) Çав каç — ĕнтĕ сĕмлĕхпех пăчлантăр, çулталăк кунĕсен йышне те ан кĕрейтĕр, уйăхсен йышĕнче те ан шутлантăр!
(7) Ах! çав каç — вăл пĕр çынсăр юлтăр; савăнăç ан курайтăр!
(8) Кун çутине ылханакансем, левиафана вăратма пултаракансем, ылханччăр ăна!
(9) – (10) Манăн анне варĕн алăкне хупманшăн, çак хурлăха манăн куç умĕнчен сирменшĕн шурăмпуç çăлтăрĕсем сÿнсе ларччăр, çутă кĕттĕр çав каç — çути ан килтĕр.
(11) Аннем ăшĕнчен тухнă чухне эпĕ мĕншĕн вилменши, аннем варĕнчен тухсанах ма вилсе выртман-ши?
(12) Мĕншĕн мана чĕрçи çине илнĕ-ши? мĕншĕн манăн кăкăр ĕммелле пулнă-ши?
(13) Халĕ эпĕ çĕр айĕнче выртнă пулăттăм; канлĕн çывăрнă пулăттăм,
(14) пушхирсене хăйсем валли хула лартса тултарнă патшасемпе, вĕсене канаш парса тăнă çынсемпе
(15) е килĕçурчĕ тулли ылтăнкĕмĕл тултарнă улпутсемпе пĕрле выртма мана канăçлă пулатчĕ;
(16) е, вăхăтсăр çуратса пытарнă ача пек, кун çути курман ача пек, эпĕ пулман та, пурăнман та пулăттăм.
(17) Унта йĕркесĕр çынсем хăратма пăрахаççĕ, унта халсăрланнисем канаççĕ.
(18) Тĕрмере ларнисем пĕрле канăç курса савăнаççĕ, хăйсенĕн хуралçи кăшкăрашнине те илтмеççĕ.
(19) Кĕçĕнни, асли — унта пурте пĕр тан, чура та хăйĕн хуçинчен ирĕклĕ.
(20) Асап куракана мĕншĕн çутă кун панăши, чунтан хурланакана мĕншĕн пурăнăç панă-ши?
(21) Вĕсем вилĕм кĕтеççĕ — вилĕмĕ çук, вĕсем ăна пытарнă мулран та хавасрах чавса кăларнă пулĕччĕç,
(22) тупăк тупрăмăр тесе савăнса ÿкĕччĕç, каçса кайсах хĕпĕртенĕччĕç.
(23) Этемĕн çулĕ питĕрĕннĕ пулсассăн, ăна Турă сĕмлĕхпе хупăрланă пулсассăн, ăна çутă мĕн тума кирлĕ?
(24) Çиес çăкăрăма ассăн сывламасăр çăтаймастăп, чарăнмасăр юхакан шыв пек, вĕçĕмсĕр йынăшатăп:
(25) мĕнрен сехĕрленеттĕм — çавă килсе çапрĕ те мана; мĕнрен шикленеттĕм — çавă килсе тиврĕ те мана.
(26) Маншăн тăнăçлăх, канлĕх çук, савăнăç та çук: инкек килсе çапрĕ.
4
(1) Феман çынни Елифаз çапла хуравласа каланă:
(2) эхер те эпир çакăн çумне сăмах хушса пăхсассăн, йывăр пулмĕши сана? Тепĕр тесессĕн, калас сăмаха кам чарасси пур!
(3) Акă эсĕ нумайăшне ăс парса вĕрентеттĕн, хал çухатса алă уснисене хунтăлаттăн,
(4) санăн сăмахусем такăнакан çынна ура çине тăрататчĕç, чĕркуççи вăйĕ пĕтсе килнисене эсĕ тĕрек параттăн.
(5) Халĕ вара хăвна килсе çапрĕ те — эсĕ тÿсеймерĕн; хăвна пырса тиврĕ те — халран ÿкрĕн.
(6) Турăран хăрани сана шанăç кÿмелле мари, айăпсăр çулу санăн ĕмĕтÿ пулмалла мари?
(7) Аса илха, айăпсăр çын пĕтни пулнăи? тÿрĕ çын тата ăçта тĕп пулнă?
(8) Эпĕ хам курнă: кам усаллăха сухаласа усал акать — вăл çавнах вырса илет;
(9) ун пеккисем Турă пĕрре вĕрнипех тĕп пулаççĕ, Унăн çиллин хăвачĕпе пĕтсе çухалаççĕ.
(10) Арăслан ÿхĕрни, мĕкĕрекенĕн сасси шăпланать, çамрăк арăслансен шăлĕсем те тĕпренеççĕ;
(11) тупăш çуккипе вăйлă арăслан та вилет, арăслан амин çурисем тĕрлĕ çĕре саланаççĕ.
(12) Акă вăрттăн ман патăма пĕр сăмах çитрĕ, хăлхам мĕн илтмеллине илтсе юлчĕ.
(13) Çынна ыйхăра курăнакан тĕлĕксем çинчен шухăшласа выртнă хушăра
(14) сасартăк эпĕ сехĕрленсех ÿкрĕм, пĕтĕм шăммăмшаккăм чĕтренчĕ.
(15) Ман çийĕн сывлăш иртсе кайрĕ; çÿçĕмпуçăм вирелле тăчĕ.
(16) Вăл тăп чарăнчĕ, анчах эпĕ унăн тĕснейĕрне тĕшмĕртеймерĕм — куçăм умĕнче сăнарĕ çеç курăнса тăчĕ; вăштăр çил,— эпĕ сасă илтрĕм:
(17) этем Турăран тÿрĕрехим, çын хăйне Пултараканран тасарах-им?
(18) Акă Вăл Хăйĕн чурисене те шанса пĕтермест, Хăйĕн Ангелĕсенче те кăлтăк тупать,
(19) эппин, тăм çуртра пурăнакансенче тата ытларах айăп тупать, лешĕсен çурчĕ те хăйăр çинче ларать, хăйсем те кĕверен хăвăртрах пĕтеççĕ.
(20) Вĕсем ирпе каç хушшинчех тĕшĕрĕлсе анаççĕ; вĕсем пачах çухалнине курса та юлаймăн.
(21) Хăйсемпе пĕрлех вĕсен ячĕ те пĕтмести? Вĕсем ăса кĕрсе çитеймесĕрех вилеççĕ, терĕ сасă.
5
(1) Тархасласа пăх — хирĕç чĕнекен пулĕи? Сăваплисенчен хăшне йăлăнасшăн эсĕ?
(2) Çапла, айвана хăй çиллиех пĕтерет, шухăшлама пĕлменскере вĕчĕхÿ тĕп тăвать.
(3) Ухмах çын тымар мĕнле янине куртăм эпĕ, унăн килнеçуртне çавăн чухнех ылхантăм.
(4) Унăн ачипăчи телейлĕ пуласси инçе: вĕсене хапха умĕнче хĕнĕç, хута кĕрекен те пулмĕ.
(5) Унăн тыррине выçăпа касăхнисем çисе ярĕç, ăна кÿкен тĕмĕсем витĕрех вырса тухĕç; пурлăхне вара антăхса çунакансем хыпса çăтĕç.
(6) Çапла, хурлăх хирте шăтса ÿсмест, инкексинкек çĕр айĕнчен сиксе тухмасть;
(7) вутхĕме çÿлелле ыткăнмалла тунă пек, этем асап курма çуралать.
(8) Эпĕ вара Турра тархасланă пулăттăм, хамăн ĕçĕме Турă аллине панă пулăттăм.
(9) Вăл тăвакан ĕçсем — аслă, тĕлĕнмелле, вĕсене ăнласа çитерейместĕн, вĕсен имĕсумĕ те çук,
(10) Вăл çĕр çине çумăр çутарать, уйхир çине шыв ярать;
(11) кĕçĕне юлнисене асла кăларать, хур куракансене çăлăнăç патне илсе тухать.
(12) Вăл усал шухăшлисен каварне аркатать те, лешĕсем пикеннĕ ĕçĕсене туса çитереймеççĕ.
(13) Ăсчахланакансене хăйсен чеелĕхĕултавĕпех такăнтарать, чее çынсен канашĕ харама каять:
(14) кун çутинчех вĕсем сĕмлĕхе лекеççĕ, тăркăнтăрлах çĕрлехи пек хыпашласа çÿреççĕ.
(15) Мĕскĕн çынна Вăл вĕсен хĕçĕнчен, сăмахĕнчен хăтарать, ăна вăйлисем хĕсĕрлесрен сыхласа тăрать;
(16) çавăнпа хурлăхлă çын валли те шанчăк пур, суянăн та çăварĕ хупăнать.
(17) Турă ăса кĕртекен çын — телейлĕ, çавăнпа та Пурне те Тытса Тăраканăн хасине ан сивле:
(18) Вăл Хăй суран тăвать те — Хăех çыхса ярать; Вăл Хăй аллипе амантать те — Хăй аллипех эмеллет.
(19) Вăл сана ултă инкекрен хăтарĕ, çиччĕмĕшĕнче те сана усал çулăхаймĕ.
(20) Выçлăх вăхăтĕнче сана вилĕмрен хăтарĕ, вăрçăра хĕç çивĕчĕшĕнчен çăлса хăварĕ.
(21) Хаяр чĕлхеçăвартан хÿтĕленсе тăрăн, çаратутустару çитсессĕн, унран та шикленмĕн.
(22) Çаратупа выçлăхран кулса анчах тăрăн, çĕр çннчи тискер кайăксенчен хăрамăн,
(23) мĕншĕн тесессĕн эсĕ хирти чулпа та пĕр канашлă, хирти тискер кайăкпа та килĕшÿллĕ.
(24) Пĕлĕсĕн: чатăрунта — тăнăçлăх, татулăх, кил-çуртна пăхса çаврăнăн — пĕр çитменлĕх те тупаймăн.
(25) Курăсăн: санăн вăрлăху ĕрчесе кайĕ, ăрăвусем çĕр çинчи курăк пек хунаса пырĕç.
(26) Çапла ĕмĕрÿ туличчен пурăнăн та, тулă кĕлти хăй вăхăчĕпе çĕмеле хывăннă пек, тупăка кĕрсе выртăн.
(27) Эпир ĕнтĕ акă мĕн пĕлсе çитрĕмĕр; чăнах та çапла вăл: итле те çакна — тăна ил.
6
(1) Иов çапла хуравласа каланă:
(2) ах, эпĕ йĕнине тĕрĕс виçейнĕ пулсанччĕ, куççулĕмпе пĕрле тараса çине асапăма та хунă пулсанччĕ!
(3) Вăл мĕнпур тинĕс хăйăрĕнчен йывăртарах пулĕччĕ! Ентĕ сăмахăм çавăнпа хĕвĕнет.
(4) Пурне те Тытса Тăраканăн çĕмренĕсем мана тăрăнаççĕ; ăшăмчиккĕм вĕсен наркăмăшне ĕçет; Турă сехмечĕ çĕкленчĕ мана хирĕç.
(5) Хир ашакĕ ешĕл курăк çинче ÿхĕрети? пăтратнă апачĕ умĕнче вăкăр мĕкĕрети?
(6) Техĕмсĕр çимĕçе тăварламасăр çиеççĕ-и, çăмарта шуррин тутă пур-и?
(7) Чунăм мĕнрен йĕрĕнсе тăратчĕ, çавă маншăн çимĕç пулса тăчĕ.
(8) Ах, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕм çитинччĕ, Турă эпĕ кĕтнине тăвинччĕ!
(9) Ах, Турă мана пĕтерме кăмăл тăвинччĕ, аллине тăсинччĕ те мана вĕлерсе пăрахинччĕ!
(10) Çакă мана йăпанăç кÿрĕччĕ, хĕрхенÿсĕр чирĕме кăмăла хытарса чăтăттăм: эпĕ Святой сăмахĕнчен иртмерĕм.
(11) Шанса тăмашкăн мĕн хевти пур ĕнтĕ манăн? мĕне ĕмĕтленсе ĕмĕре тăсмалла манăн?
(12) Манăн çирĕплĕхĕм чул çирĕплĕхĕ-им? манăн ÿтĕм-тирĕм пăхăртан-им?
(13) Хама пулăшмашкăн вăйăм юлчĕ-ши манăн, ман валли мĕнле те пулин тĕрек пур–ши?
(14) Хĕн куракана тусĕн хĕрхенмеллеччĕ: вăл Пурне те Тытса Тăракантан хăрамалла-çке.
(15) Анчах манăн тăванăмсем юхăм шыв пек шанчăксăр, хăвăрт юхакан шывсем пек улшăнса тăраççĕ;
(16) пăр кайнă чухне çав шывсем пăтранаççĕ, юр ирĕлсессĕн кĕрлесе юхаççĕ;
(17) çанталăк ăшăтсассăн — чакаççĕ, шăрăх вăхăтра типсех лараççĕ.
(18) Хăйсен çулĕнчен пăрăнаççĕ вĕсем, пушхире çитеççĕ те çухалаççĕ:
(19) вĕсем çине Фема çулĕсем пăхаççĕ, вĕсене Савея çулĕсем шанаççĕ,
(20) анчах вĕсен шанчăкĕ кăлăхахмĕн: унта пыраççĕ те — аптăраса ÿкеççĕ.
(21) Халĕ эсир те — çавăн пек, ăçтиçук: хăрушшине куртăр та хăраса ÿкрĕр.
(22) Эпĕ сире: «парăр-ха мана» терĕм-и? е «хăвăр мулăртан маншăн тÿлĕр-ха,
(23) мана тăшман аллинчен хăтарăрха, асаплантаракансен аллинчен тÿлесе илĕр-ха» терĕм-и?
(24) Вĕрентĕр мана — вара шăпланăп; эпĕ мĕнпе çылăха кĕнине кăтартăр.
(25) Епле хăватлă вăл — чăн сăмах! Анчах эсир питлени мĕн уçса парĕ?
(26) Эсир питлеме сăмах шыратăр-и? Сăмахăра çилпе вĕçтеретĕр.
(27) Эсир тăлăх çынна тапăнатăр, хăвăр тусăр валли шăтăк алтатăр.
(28) Ыйтсах калатăп — пăхăр-ха ман çине; сирĕн умăрта эпĕ суя калаçăп-и?
(29) Лайăхрах шухăшласа пăхăр — чăн марри пури? лайăхрах шухăшлăр — чăнни манăн вăл.
(30) Манăн сăмахăмра тĕрĕс марри пури? Манăн чĕлхе-çăварăм йÿççине уйăраймасть-им?
7
(1) Этеме çĕр çинче шутлă вăхăт памани, унăн кунĕсем тара кĕрĕшнĕ çыннăн кунĕсемпе пĕрех мар-и?
(2) Чура сулхăншăн тĕмсĕлнĕ пек, тара кĕрĕшнĕ çын хăйĕн ĕçĕ пĕтессе кĕтнĕ пек,
(3) мана та çавнашкал тĕлсĕр уйăхсем пÿрнĕ иккен, манăн шăпам хурлăхлă каçсем иккен.
(4) Çывăрма выртнă чухне: «хăçан тăрăп–ши?» тетĕп; çĕрĕ вăрăм — тул çутăличчен енчен енне çаврăнкаласа хăшкăлатăп.
(5) Ÿтĕм-тирĕм хуртланса-кĕсенленсе кайрĕ, ĕнтĕ çуркаланса та пÿрленсе çеç тăрать.
(6) Кунăмсем ăса вылянинчен те хăвăртрах ăсанаççĕ, пĕр шанчăк хăвармасăр иртеççĕ вĕсем.
(7) Аса ил-ха, манăн пурăнăçăм — çил варкăшĕ çеç, куçăм урăх ыррине курас çук.
(8) Мана халь тĕсекенĕ текех мана кураймĕ; эй Турă, ман çине пăхăн та — эпĕ çук та.
(9) Пĕлĕт шĕвелсе пырать те çухалать; çĕр тĕпне анса кайнă çын та каялла килес çук,
(10) вăл хăйĕн çуртне каялла таврăнаймĕ, хăй пурăннă вырăнĕ те ăна манса кайĕ.
(11) Чĕлхем-çăварăма чармăп ĕнтĕ; сывлăшăм тăвăнса çитнине каласа парам, чунăм асапланнăран ÿпкелешем.
(12) Эй Турă, эпĕ тинĕс-им е тинĕс çамĕ-им, мĕншĕн Эсĕ мана хураллама хурал тăратрăн?
(13) «Выртас вырăнăм лăплантарĕ-ха мана, хĕн-асапăма сирсе ярĕ-ха» тесе шухăшласассăн,
(14) Эсĕ мана тĕлĕксемпе хăрататăн, темтепĕр кăтартса сехĕрлентеретĕн;
(15) шăммăм-шаккăма упрассинчен ытларах манăн чунăм сывлăш тухасса кĕтет, вилĕм çитессе ĕмĕтленсе тăрать.
(16) Ĕнтĕ пурăнăç йĕрĕнтерсех çитерчĕ. Ĕмĕр пурăнассăм çук. Пăрăн ман патăмран: кунçулăм — çил варкăшĕ çеç.
(17) Этем мĕнех вăл? — Эсĕ вара ăна çав териех хаклатăн, ăна тимлетĕн,
(18) ирсерен пыра-пыра пăхатăн, ăна кашни самантра сăнатăн.
(19) Хăçан пăрахса хăварăн-ши мана, хăçан куçăнтан вĕçертĕн-ши мана, хăçан сурчăкăма та пулин çăтса ямалăх канăç парăн-ши мана?
(20) Эпĕ çылăха кĕтĕм-им? Этемсене Сыхлакан, эпĕ Сана мĕн тума пултараятăп-ха? Мĕншĕн мана тĕллетĕн? Мĕншĕн-ха мана чăтайми пулса çитрĕн?
(21) Мĕншĕн-ха манăн çылăхăма каçарас мар, йĕркесĕр ĕçĕмсене ман çинчен сирес мар? акă тусан çине выртăп та, ыран шырăн мана — эпĕ пулмăп та.
8
(1) Савхея çынни Вилдад çапла хуравласа каланă:
(2) нумайччен çапла калаçăн-и эсĕ? — сăмахусем тăвăллă çил пек!
(3) Турă Хăйĕн чăнлăхне улăштарать-и вара, Пурне те Тытса Тăракан тÿрĕлĕхне пăсать-и?
(4) Ывăлусем Ун умĕнче çылăха кĕнĕ те, Вăл вĕсене хăйсен усаллăхĕн аллинех ÿкернĕ.
(5) Эсĕ Турра шырас пулсассăн, Пурне те Тытса Тăракана йăлăнса кĕл тусассăн,
(6) хăв таса та тÿрĕ пулсассăн, Вăл сана паянах, халех хÿтĕлĕ, тĕрĕс кил-çуртна та ырăлăх кÿрĕ.
(7) Малтан санăн сахал пулнă пулсассăн, кайран питех те нумай пулĕ.
(8) Унчченхи ăрусенчен ыйт-ха, вĕсен ашшĕсем мĕн-мĕн курнине тимле-ха;
(9) хамăр эпир — ĕнерхисем кăна, нимĕн те пĕлместпĕр: пирĕн çĕр çинчи кун-çулăмăр — ĕмĕлке анчах.
(10) Акă вĕсем сана вĕрентĕç, каласа кăтартĕç, сăмахĕсене пĕтĕм чĕререн калĕç:
(11) хăмăш нÿрĕксĕр çитĕнеет-и, чакан шывсăр ÿсеет-и?
(12) Вăл ем-ешĕлех-ха, ăна касман та, анчах пур курăкран та маларах типет.
(13) Турра манакансен çулĕ пурин те çавнашкал, ултавçăн шанăçĕ те путланать;
(14) ĕнтĕ унăн ĕмĕтне тĕпренех каснă, унăн çирĕплĕхĕ те — эрешмен çурчĕ çеç.
(15) Çурчĕ çумне тĕреленет вăл — тытăнса тăраймасть, ярса тытать унран — ÿкмесĕр юлаймасть.
(16) Вăл хĕвел çинче ешерсе ларать, турачĕсем пахча тулашнелле тăсăлаççĕ;
(17) тымарĕсем чул купи ăшне яваланса кĕреççĕ, чул хушшипелен шăтарашăтара тухаççĕ.
(18) Анчах ăна вырăнĕнчен кăкласа пăрахсассăн, унран хăйĕн вырăнĕ те тунать: «эпĕ сана курман!» тет.
(19) Кун-çулĕн савăнăçĕ акă еплерех унăн! çĕртен вара урăххисем шăтса ÿсеççĕ.
(20) Куратăн-и, Турă айăпсăр çынна пăрахмасть, усал çынсен аллине пулăшмасть.
(21) Вăл сана каллех савăнса кулмалла тăвĕ, чĕлхÿ-çăварна хĕпĕртесе калаçмалла тăвĕ.
(22) Сана курайманнисем намăса юлĕç, усал çынсенĕн чатăрĕсем тĕп пулĕç.
9
(1) Иов çапла хуравласа каланă:
(2) чăнах та çапла! хам та пĕлетĕп; анчах этем Турă умĕнче епле тÿрре тухаять-ха?
(3) Турăпа тавлашас тесессĕн, вăл Унăн пин сăмахне хирĕç пĕр сăмах тавăрса калаймĕ.
(4) Этемĕ ăсчах пултăр, вăй-хăватлă пултăр — Турра хирĕç тăраканĕ кам хăтăлса юлни пур?
(5) Вăл тусене куçарса лартать те, вĕсене паллаймаççĕ те: Вăл вĕсене Хăйĕн çиллипе улшăнтарать;
(6) çĕре хăй вырăнĕнчен хускатать те, унăн юписем чĕтренсе тăраççĕ;
(7) хĕвеле калать те — хĕвел тухмасть, çăлтăрсем çине пичет пусать.
(8) Вăл пĕччен пĕтĕм тÿпене карса тăрать, тинĕс хумĕсем çийĕн çÿрет;
(9) Вăл Ас, Кесиль, Хим çăлтăрсене тата кăнтăр çăлтăрĕсене пултарнă;
(10) Вăл тăвакан ĕçсем аслă, вĕсене тишкерсе пĕлейместĕн, Унăн кĕтречĕсен имĕсумĕ те çук.
(11) Акă Вăл ман умранах иртсе кайĕ — кураймасăрах юлăп; вирхĕнсе иртсе кайĕ — асăрхамасăрах юлăп.
(12) Вăл тытĕ те илĕ — кам чарĕ Ăна? «Эсĕ мĕн тăватăн?» тесе кам калĕ Ăна?
(13) Турă çилленес çиллине пусармасть; Рахабшăн ĕçлекенсем Ун умне ÿксе пуççапĕç.
(14) Эпĕ вара Ăна хирĕç калайăпи, Ун умĕнче сăмах шыраса тăрайăпи?
(15) Хам тÿрĕ пулсассăн та, Ăна хирĕç калассăм çук, хамăн Тÿреме тархаслăп çеç эпĕ.
(16) Вăл манăн сассăма илтсе хирĕç чĕнес пулсассăн та, хама итлессе ĕненместĕп:
(17) мана çавраçилпе киле-киле çапать, мана пĕр айăпсăр чухнех суранлатса тăрать,
(18) мана сывлăш çавăрса илме те памасть, пĕр вĕçсĕр хурлăх кăтартать.
(19) Ăна хирĕç вăйпа тăрас тесессĕн, Вăл — хăватлă; сутлашас тесессĕн, Ăна кам сута чĕнсе илейĕ?
(20) Тÿрре тухас тейĕп — мана хам чĕлхеçăварăмах айăпа кăларĕ; айăпăм çук пулсассăн та, Вăл манах айăплă тăвĕ.
(21) Айăплă мар эпĕ; чунăмран писрĕм, пурăнăçăмран йĕрĕнетĕп.
(22) Пурте — пĕр; ĕнтĕ çавăнпа каларăм: Вăл айăпсăррине те, айăплине те пĕтерет, терĕм.
(23) Пĕрне Вăл сасартăк çапса пăрахать пулсассăн, айăпсăррисем асапланнинчен кулса тăрать.
(24) Çĕре усал çынсенĕн аллине панă; ун тÿрисен питне Вăл хупласа тăрать — Вăл мар пулсассăн, кам пултăр тата?
(25) Кунăмсем хыпарçăран та хăвăртрах чупаççĕ, иртеççĕ çапла, ыррине курмаççĕ,
(26) çăмăл кимĕ ишсе иртнĕ пек ыткăнаççĕ, ăмăрткайăк тупăш çине вĕçсе аннă пек вирхĕнеççĕ.
(27) Манăн хама хам каласчĕ: «текех ÿпкелешем мар, тĕксĕм сăнăма çутатам, кăмăлăма çĕклем» теесчĕ,
(28) анчах Эсĕ мана пурпĕр айăплассине пĕлнипе курас асапăмран чĕтресе тăратăп.
(29) Айăплах пулсассăн, мĕн кĕтмелли пур ĕнтĕ манăн?
(30) Эпĕ юр шывĕпе çăвăнсассăн та, аллăма çуса тасатсассăн та,
(31) Эсĕ мана пурпĕрех пылчăка путарăн, вара хамăн тум-тирĕм хамран йĕрĕнĕ.
(32) Вăл ман пек этем мар çав: Ăна хирĕç хуравлаймастăн, Унпа пĕрле сута каяймастăн!
(33) Пирĕн хушшăмăрта тепĕри — аллине иксĕмĕр çине хураканĕ — çук çав.
(34) Вăл Хăйĕн туйине ман патăмран сиринччĕ, мана ан сехĕрлентеринччĕ,
(35) вара эпĕ калăттăм, Унран хăрамăттăм, мĕншĕн тесессĕн ун пек çын мар эпĕ.
10
(1) Чунăма пурăнăçăм йĕрĕнтерсе çитерчĕ; хурлăхăма парăнам; чунăм асапланнăран ÿпкелешем.
(2) Калам Туррăма: ан айăпласамччĕ мана; пĕлтерсемччĕ: Эсĕ манпа мĕншĕн кĕрешетĕн?
(3) Эсĕ хĕсĕрлетĕн, Хăвăн аллупа тунă ĕçрен йĕрĕнетĕн, усал çынсен канашне вара çутă яратăн, çакă аван-им-ха Саншăн?
(4) Санăн куçу этем куçĕ-им, Эсĕ çын пăхнă пек пăхатăн-им?
(5) Санăн кунусем — этем кунĕсем-им е Санăн ĕмĕрÿ — ар ĕмĕрĕ-им,
(6) мĕншĕн Эсĕ манра айăп шыратăн, манра çылăх тупма ăнтăлатăн?
(7) эпĕ йĕркесĕр ĕç туманнине, Сан аллунтан мана никам та хăтарас çуккине Эсĕ Хăвах пĕлетĕн.
(8) Эсĕ мана Хăвăн аллупа тунă, йăлтах туса çитернĕ — ĕнтĕ Хăвах пĕтеретĕни мана?
(9) Аса ил-ха, Эсĕ мана тăмран йăваласа тунă пек ăсталанă, халĕ мана каллех тăпра тăвасшăни?
(10) Эсĕ мариха мана сĕт юхтарнă пек юхтартăн, тăпăрчă пек кĕвĕлтертĕн,
(11) мана ÿттир тăхăнтартрăн, мана шăмăпа, шăнăрпа çыхăнтарса çирĕплетрĕн,
(12) мана пурăнăçпа ырăлăх парнелерĕн, Эсĕ мари пăхса усранă мана?
(13) Анчах Санăн ăшунта тепĕр вăрттăн шухăш та пулнă,— пĕлетĕп, çав шухăш пулнă Санăн,—
(14) ку çын çылăха кĕнине астусах тăрăп, çылăхĕшĕн ăна хаса памасăр хăвармăп, тенĕ.
(15) Айăплă пултăм пулсассăн, хурлăх çитĕ мана! айăпсăр пулсассăн та пуçăма çĕклеме хăяймăп. Эпĕ мăшкăл курса тăрантăм; асапăма курсамччĕ:
(16) вăл амалансах пырать. Эсĕ мана арăслан пек хăваласа çÿретĕн, каллех тапăнатăн мана, хăрататăн мана.
(17) Эсĕ мана хирĕç çĕнĕ кÿнтеленсем тупса тăрататăн, мана тата хытăрах çилленетĕн; инкек хыççăн инкек йăтăнса килет ман çине.
(18) Мĕншĕн Эсĕ мана анне варĕнчен кăлартăн–ши? манăн никам куçĕ куричченех вилмеллеччĕ;
(19) нихăçан та пулман пек, аннем варĕнченех тупăка кĕрсе выртмаллаччĕ!
(20) – (21) Кунçулăм ахаль те кĕске мари? Ан тив мана, куçăнтан вĕçерт мана, сĕмлĕх çĕршывне, вилĕм ĕмĕлкийĕн çĕршывне ăсаниччен,— ĕнтĕ каялла таврăнаймăп,— кăштах сывлăш çавăрам эп,
(22) вилĕм ĕмĕлкийĕн сĕмлĕхĕ евĕр сĕм тĕттĕм çĕршывра нимĕн йĕрки-ĕренки çук, унта сĕм-сĕмлĕхри пек тĕттĕм.
11
(1) Шаама çынни Софар çапла хуравласа каланă:
(2) сăмах купине хирĕç сăмах тупса калама çук-им, нумай калаçакан çын тÿрре тухать-им?
(3) Пуш сăмаху арсене чĕнейми тăвĕ тетĕн-им, çапла мăшкăлланăшăн сана никам та намăслантармĕ тетĕн-им?
(4) Эсĕ: «эпĕ тĕрĕс шухăшлатăп, Турă куçĕ умĕнче таса эпĕ» тетĕн.
(5) Эхер те Турă çăвар уçса сана сăмах хушнă пулсассăн,
(6) сана ăслăлăх вăрттăнлăхне пĕлтернĕ пулсассăн, санăн икĕ хут ытларах тÿсмелле пулатчĕ! Эппин, пĕлсех тăр: Турă ахаль те санăн хăшпĕр çылăхна манăçа кăларнă.
(7) Эсĕ Турра тишкерсе тупаятăн-и? Пурне те Тытса Тăракана пĕтĕмпех пĕлсе çитеетĕн-и?
(8) Вăл тÿперен те çÿллĕ — мĕн тăвайăн эсĕ? Вăл çĕр тĕпĕнчен те тарăн — ăçтан пĕлейĕн эсĕ?
(9) Унăн виçи çĕртен те вăрăмрах, тинĕсрен те анлăрах.
(10) Вăл иртсе кайĕ те, кама-кама сăнчăрлĕ те, сута тăратĕ те — Ана кам тытса чарайĕ?
(11) Вăл суя чунлă çынсене пĕлсе тăрать, йĕркесĕр ĕçе курать, çавна асăрхамасăр хăварĕ-и Вăл?
(12) Хир ашакĕ этем пуличчен пушă пуçа ăс кĕреймĕ çав.
(13) Чĕрÿне таса тытса тăрсассăн, аллуна Турă патнелле тăссассăн,
(14) аллу айăплă пулсан, çав çылăхран тасалсассăн, чатăрусенче йĕркесĕр ĕç тума памасассăн,
(15) эсĕ хăюллăн пăхăн, çирĕп тăрăн, хăрамăн.
(16) Вара инкек-синкеке те манса кайăн: ăна юхса кайнă шыв пек анчах аса илĕн.
(17) Пурăнăçу кăнтăр çутинчен те çутă пулĕ; шурăмпуç килнĕ пек çутăлса кайăн.
(18) Шанчăк пуррипе канлĕхлĕ пулăн; хÿтлĕхÿ пуррипе шикленмесĕр çывăрăн.
(19) Канма выртăн та — сана никам та хăратмĕ, нумайăшĕ сана юрасшăн пулĕ.
(20) Çылăхлă çынсенĕн вара куç çутийĕ сÿнсе ларĕ, вĕсенĕн хÿтлĕхĕ те путланĕ, шанчăкĕ те çухалĕ.
12
(1) Иов вара çапла хуравласа каланă:
(2) эсир кăна çын иккен, эсир пулмасассăн, ăслăлăх та сыхланса юлас çук!
(3) Манăн та, сирĕнни пекех, чĕре пур, сирĕнтен кая мар эпĕ; эсир каланине кам пĕлмест?
(4) Тусăмăн мăшкăлĕ пулса юлтăм иккен; Турра тархасласассăн, Вăл мана хуравлатчĕ, эпĕ, тÿрĕ те айăпсăр çын, мăшкăла тăрса юлтăм иккен.
(5) Хуйхă курман çын инкек-синкекрен кулать, çирĕп тăракан — такăнакан çынран кулать.
(6) Хурах пусакансен чатăрĕсем пĕр шиксĕр лараççĕ, Турра çиллентерекенсен чатăрĕсемшĕн те хăрушлăх çук, вĕсен хуçисем Турра хăйсен аллинче йăтса çÿреççĕ тейĕн.
(7) Чăнах та, выльăхран ыйт-ха — вĕрентĕ сана, вĕçен кайăкран ыйт-ха — пĕлтерĕ сана;
(8) е çĕрпе калаçса пăх — ăс парĕ сана, тинĕс пуллисем те каласа парĕç сана.
(9) Пĕтĕмпех Çÿлхуçа алли пултарнине вĕсем пĕлмеççĕ-им вара?
(10) Тĕнчере мĕн пурăнаканĕ, пур этем сывлăшĕ те — Унăн аллинче.
(11) Сăмаха илтекенĕ хăлха мар-и? çимĕç тутине туяканĕ чĕлхе мар-и?
(12) Ватă çынра — ăс, нумай пурăннă çынра — ăс-хакăл.
(13) Турăра вара — ăслăлăх та, хăват та; Унра — канашĕ те, ăс-тăнĕ те.
(14) Турă мĕн аркатни çĕнĕрен çĕкленмест; Вăл хупса лартнă çын ирĕке тухаймасть.
(15) Вăл шывсене чарать те — пĕтĕм çĕр типсе каять; вĕсене уçса ярать те — пĕтĕм çĕр улшăнать.
(16) Унăн аллинче — хăватлăхпа ăслăлăх, аташакан та, аташтаракан та — Унăн умĕнче.
(17) Канашçăсене Вăл çаруран çÿретет, тÿресене ухмаха кăларать.
(18) Патшасенчен чап çыххине салтса илет, вĕсенĕн пилĕкне пиçиххи çыхса ярать;
(19) священникĕсене çаруран çÿретет, паттăрсене ураран ÿкерет;
(20) вирлĕ чĕлхеллисенĕн чĕлхине çĕтерет, ватăсене тĕлсĕр калаçтарать;
(21) чаплисене намăспа хуплать, хăватлисене вăйран сулăнтарать;
(22) Вăл шалтине, сĕмлĕхрине курса тăрать, вилĕм ĕмĕлкине çутă çĕре кăларать;
(23) халăхсене ĕрчетет те, вĕсене пĕтерет те; халăхсене салатать те, вĕсене пуçтарать те;
(24) çĕр çинчи халăх пуçлăхĕсене ăссăра кăларать, вĕсене пуш-хирте çулсăр-йĕрсĕр аташса çÿреме хăварать:
(25) вĕсем тĕттĕмре çутăсăр, алă сĕмĕпе çÿреççĕ, ÿсĕр пек сулăна-сулăна каяççĕ.
13
(1) Çапла, çакна пурне те эпĕ хам куçăмпа курнă, хам хăлхампа илтнĕ, ăна хам валли асăрханă.
(2) Эсир пĕлнĕ чухлĕ эпĕ те пĕлетĕп; эпĕ сирĕнтен кая мар.
(3) Анчах эпĕ Пурне те Тытса Тăраканпа калаçăттăм, Турăпа тупăшса пăхăттăм.
(4) Эсир манăн сурана суяпа эмеллетĕр; эсир пурсăр та уссăр сиплевçĕсем.
(5) Ах, эсир шарламасăр тăрайсанччĕ! çакна сирĕн ăсăр вырăнне хума пулатчĕ.
(6) Эпĕ мĕн шухăшланине итлĕр-ха, эпĕ хирĕçлесе каланине тимлĕр-ха.
(7) Сирĕн, Турă ячĕпе суеçтерсе, Уншăн тĕрĕсмарлăх калама кирлехчĕ–ши?
(8) Сирĕн Турă хутне кĕме, Ун майлă пулса тавлашма кирлехчĕ–ши?
(9) Вăл сире хăвăра сăнас пулсассăн лайăх пулĕччĕ-и? Ăна çынна улталанă пек улталăттăр-и?
(10) Хăвăр икĕ питлĕ пулнине пытарсассăн та, Вăл сире, хытă айăпласа, хаса парĕ.
(11) Унăн аслăлăхĕ сире хăратмастьим, эсир Унран шикленместĕр-им?
(12) Сирĕн астутарса калаçнă сăмахăр кĕл евĕрлĕ, тĕрекĕр те сирĕн — тăм тĕрек.
(13) Шăпланăр-ха, эпĕ калаçам, кайран ĕнтĕ кирек мĕн пултăр.
(14) Мĕншĕн-ха хамăн ÿтĕме хамăн шăлăмпах тулас, мĕншĕн-ха чунăма ал тупанĕ çинех кăларса хурас?
(15) Акă мана вĕлерет Вăл, эпĕ çавах шанса тăратăп; Унăн умĕнче хамăн çулăм-йĕрĕм тĕрĕс пулнине çеç кăтартасчĕ!
(16) Çакă мана тÿрре кăларĕччĕ: икĕ питлĕ çын Турă умне тăрас çук!
(17) Манăн сăмахăма, эпĕ ăнлантарнине эсир тимлесе итлĕр.
(18) Акă эпĕ сутлашма тытăнтăм: хам тÿрĕ пулнине пĕлетĕп.
(19) Кам тавлашса çĕнтерейĕ мана? Кĕçех шăпланăп ĕнтĕ, чунăм тухĕ.
(20) Икĕ япаларан çеç çăлсамччĕ мана, вара Санăн сăнунтан пытанассăм çук:
(21) аллуна ман çийĕмрен илсемччĕ, Санăн сехметÿ ан чĕтреттĕр мана.
(22) Вара чĕн мана — эпĕ хуравлăп е эпĕ калаçам — Эсĕ мана хуравла.
(23) Манăн мĕн чухлĕ айăп, мĕн чухлĕ çылăх? хамăн усал ĕçĕмпе çылăхăма кăтарт мана.
(24) Мĕншĕн Хăвăн сăнна манран пытаратăн, мĕншĕн мана Хăвăн тăшману вырăнне хуратăн?
(25) Эсĕ татăлса ÿкнĕ çулçăна хăваламастăн-и, типсе кайнă улăм пĕрчине йĕрлеместĕн-и?
(26) Эсĕ ман çинчен усал çыратăн, çамрăк чухнехи çылăхăмсемшĕн айăплатăн,
(27) манăн урана каска тăлăпа тăллатăн та пĕтĕм сукмакăма сыхласа тăратăн — мана ура йĕрĕ тăрăх хăваласа çÿретĕн.
(28) Лешĕ вара çĕрĕк пек, кĕве çинĕ тумтир пек саланса каять.
14
(1) Арăмран çуралнă этемĕн кунçулĕ кĕске, ĕмĕрне те вăл хуйхăсуйхăпах ирттерет:
(2) чечек пек шăтать те тăкăнсах пĕтет; ĕмĕлке пек иртсе каять, чарăнса тăмасть.
(3) Эсĕ çавăн çине те куç уçса пăхатăн-и, Эсĕ манпа сут тăвасшăн-и?
(4) Таса марринчен кам таса çуралтăр? Пĕр никам та.
(5) Унăн кунĕ шутлă пулсассăн, вăл пурăнас уйăхсен хисепĕ Сан аллунта пулсассăн, ун умне иртсе каяйми чикĕ лартрăн пулсассăн,
(6) куçăнтан вĕçерт ăна: тара кĕрĕшнĕ çын пек, вăл та хăйĕн кунĕ вĕçлениччен канса илтĕр.
(7) Йывăçăн шанчăк пур: кассассăн та каллех чĕрĕлет вăл, унăн хунавĕсем ĕрчеме чарăнмаççĕ:
(8) тымарĕ çĕр айĕнче ватăлнă пулин те, тункати тусанпа хытса ларнă пулин те,
(9) вăл нÿрре сиссенех хунав кăларать, çĕнĕрен лартнă йывăç пек туратланать.
(10) Этем вара вилет те пĕтмеллипех пĕтет; каять те, ĕнтĕ ăçта вăл?
(11) Кÿлĕ шывсăр тăрса юлать, шывĕ чакнипе çырма та типсе ларать;
(12) этем те — çавăн пекех: выртĕ те — урăх тăмĕ те; хăйĕн ыйхинчен вăл тÿпе пĕтмесĕр те вăранмĕ.
(13) Ах, Эсĕ мана Хăвăн çиллÿ иртиччен çĕр тĕпĕнче пытарса тăринччĕ, маншăн картса хунă вăхăту иртсессĕн мана аса илинччĕ!
(14) Пĕр вилсессĕн этем кайран тата пурăнатьи? Палăртса панă вăхăтăм иртиччен кунсеренех хама улăштарасса кĕтнĕ пулăттăм.
(15) Эсĕ чĕнĕттĕн те, эпĕ Сана хурав панă пулăттăм, Эсĕ вара Хăвăн аллу пултарнăскере кăмăл курăттăн:
(16) халĕ Эсĕ манăн утăма шутласа тăратăн, ун чухне çылăхăмсене сыхлама пăрахăттăн;
(17) манăн çылăхсене хутаçа чиксе çиеле пичет хунă пулăттăн, манăн айăпа Эсĕ çапла хупнă пулăттăн.
(18) Анчах сăрт-ту та тÿнсе арканать, ту хысакĕ те хăйĕн вырăнĕнчен куçать,
(19) шыв чула çийĕнтерет; ейÿ ярса тăпрана юхтарса каять: Эсĕ этем шанчăкне çавăн пек пĕтеретĕн.
(20) Ăна вĕçне çитичченех хĕсĕрлетĕн те — ĕнтĕ каять вăл; унăн сăн-сăпатне улăштаратăн та ăсататăн ăна.
(21) Хисеплĕн унăн ачи-пăчи — вăл пĕлмест, кĕçĕне юлнă-и вĕсем — вăл асăрхамасть;
(22) ăна хăйĕн ÿчĕ-тирĕ сурни çеç асаплантарать, чунĕ те хăйĕншĕн çеç макăрать.
15
(1) Феман çынни Елифаз çапла хуравласа каланă:
(2) ăслă çын пушă сăмаха хирĕç тавăрса калĕи, хăйĕн ăшне вĕри çил тултарĕи,
(3) усăсăр сăмахсемпе, хевтесĕр калаçупа тÿрре тухма хăтланĕи?
(4) Эсĕ ĕнтĕ Турăран та хăрами пулнă, Турă çинчен шухăшлама та маннă.
(5) Сана çылăху çапла калаçма вĕрентнĕ, эсĕ ултавçă чĕлхине суйласа илнĕ.
(6) Сана эпĕ мар, хăвăн чĕлхÿçăвару айăплать, хăвăн чĕлхÿ хăвна хирĕç калаçать.
(7) Эсĕ тĕнчере пуринчен малтан çуралнăим, сана сăртсенчен маларах пултарнă-им?
(8) Тен, эсĕ Турă канашĕнче пулнă, тен, сана ăслăлăх асăрханă?
(9) Эсĕ эпир пĕлменнине мĕн пĕлетĕн? эпир ăнланайманнине мĕн ăнланатăн?
(10) Пирĕн хушшăмăрта ватă çын, кăвак ç$?çлĕ ватă та, пур, вăл санăн аçунтан аслăрах!
(11) Турă лăплантарни саншăн нимĕн те мар-им? Эсĕ çакна пĕлместĕн-им?
(12) Чĕрÿ ăçталла туртать сана, мĕншĕн питĕ мăнаçлăн пăхатăн?
(13) Мĕншĕн чунна Турра хирĕç яратăн, мĕншĕн çав териех калаçатăн?
(14) Таса пулма, хăйне тÿрре хума хĕрарăмран çуралнă этем кам вара вăл?
(15) Акă Турă Хăйĕн святойĕсене те шанса пĕтереймест, Унăн куçĕ умĕнче тÿпе те таса мар:
(16) апла шыв ĕçнĕ пек çылăх çăтакан этем епле ирсĕр, епле таса мар.
(17) Итлеха мана, эпĕ сана хам мĕн курнине каласа кăтартам,
(18) ăслă çынсем мĕн илтнине каласа парам, вĕсем хăйсен ашшĕсенчен мĕн илтнине пытарса хăварман,
(19) çĕре пĕр вĕсенĕн ашшĕсене çеç панă пулнă, вĕсенĕн хушшинче ют çын çÿремен.
(20) Йĕркесĕр çын хăйне мĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех асаплантарать, хĕсĕрлекен çынна ĕмĕр тăршшĕ курăнмасть:
(21) унăн хăлхинче хăрушлăх сасси илтĕнсе тăрать; тăнăçлă пурăннă хушăрах ун çине пĕтермĕш килет.
(22) Вăл сĕмлĕхрен хăтăласса шанмасть: хăй умĕнче хĕç курса тăрать.
(23) Вăл пĕр татăк çăкăршăн таçта та сĕтĕрĕнсе çÿрет; сĕмлĕх кунĕ хатĕрех тăнине, вăл алă тупанĕ çинчех пулнине пĕлет вăл.
(24) Ăна нуша, хĕсĕк пурăнăç сехĕрлентерет; ăна çапăçăва хатĕрленсе тăнă патша пек хăратать,
(25) мĕншĕн тесессĕн вăл аллине Турра хирĕç çĕкленĕ, Пурне те Тытса Тăракана хирĕç тăнă,
(26) Ăна хирĕç вăл пуçне каçăртса, хулăн хулканпа хÿтĕленсе талпăннă:
(27) унăн сăнĕпичĕ самăрлансакÿпчесе кайнă, вăл айăкĕсене çу хывнă.
(28) Вăл ĕнтĕ тустарнă хуласене, çын пурăнман, кĕçех ишĕлсе анасла ларакан çуртсене вырăнаçать.
(29) Вăл пуян пулаймĕ, пурлăхĕ те сыхланса юлаймĕ, вăл мĕн пуçтарнийĕ çĕр çине сарăлаймĕ.
(30) Сĕмлĕхрен хăтăлаймĕ; унăн хунавне çулăм типĕтсе ярĕ, çимĕçне çил татса пĕтерĕ.
(31) Аташнă этем кăлăха ан шантăр, апла унăн шанчăкĕ те кăлăхах пулĕ.
(32) Вăл вилессе те хăй кунĕнче вилмĕ, турачĕсем те унăн ешерсе ларас çук.
(33) Иçĕм сапаки евĕр тăкĕ вăл пиçсе çитмен çырлине, çу йывăçĕ евĕр çухатса пĕтерĕ çеçкине.
(34) Çылăхлă çыннăн килĕçурчĕ çапла пушанса юлĕ, сĕрев чатăрĕсене вутçулăм çунтарса ярĕ.
(35) Вăл усаллăх тĕвĕлентернĕ те суя çуратнă, унăн варĕ ултав хатĕрлет.
16
(1) Иов çапла хуравласа каланă:
(2) кун пеккине эпĕ нумай илтнĕ; эсир пурсăр та — мĕскĕн йăпатмăшсем!
(3) Пушă сăмахăн вĕçĕ-хĕрри пулать-ши? мĕн хĕтĕртрĕ сана çапла калаçма?
(4) Сирĕн чунăр манăн чунăм вырăнĕнче пулнă пулсассăн, эпĕ те сирĕн пек калаçнă пулăттăм; сире сăмахпа хăртăттăм, пуçăма сирĕн еннелле сулăттăм;
(5) сире хамăн сăмахăмпа тĕрек парăттăм, пуш пуплевĕмпе йăпатăттăм.
(6) Калаçăп-и — хурлăхăм пĕрех пусăрăнмасть; шарламăп-и — мĕн çăмăллăхĕ маншăн?
(7) Халĕ ĕнтĕ Вăл мана пĕтĕмпех халран ÿкерчĕ. Эй Турă, Эсĕ манăн пĕтĕм кил-йышăма пĕтертĕн.
(8) Мана хирĕç кÿнтелесе, пит-куçăма сăнсăрлатрăн; халăм пĕтни те хама хирĕç тăрать, мана куçранах ÿпкелет.
(9) Унăн çилли асаплантарать, мана хирĕç тăрать, мана хирĕç шăлне хăйрать; тăшманăм ман çине шăтарасла пăхать.
(10) Ман çинелле çăварне карса пăрахнă; вăрçса-хăртса питрен çупа-çупа яраççĕ; пурте мана хирĕç каварлашнă.
(11) Турă мана йĕркесĕр çын аллине пачĕ, çылăхлă çынсен аллине ÿкерчĕ.
(12) Эпĕ лăпкăнах пурăнаттăм — Вăл мана шалтăрах ячĕ; ĕнсерен ярса тытрĕ те хĕнесе пĕтерчĕ, ĕнтĕ мана тĕллесех тăрать.
(13) Мана Унăн тĕкĕрçисем хупăрласа илчĕç; Вăл ăшăм-чиккĕме касса çурать, хĕрхенмест, ватăма шăтарса юхтарса кăларчĕ,
(14) ÿтĕме çĕмрен яра-яра шăтарать, вăрçа тухнă çар çынни пек тапăнать мана.
(15) Çийĕме хуйхă тумĕ çĕлесе тăхăнтăм, пуçăма тусан ăшне чикрĕм.
(16)-(17) аллăмпа усал ĕç тытман-туман çĕртенех, кĕлтăван кĕллĕм те таса çĕртенех йĕре-йĕре питĕм хĕрелсе тăртанчĕ, куç хупанки вилĕм ĕмĕлкипе хупланчĕ.
(18) Эй çĕр! манăн юнăма ан хупла, эпĕ кăшкăрса йĕни манăçа ан тухтăр.
(19) Пурпĕрех тÿпере манăн Кÿнтеленĕм пур, çÿлте манăн Хÿтĕлевçĕ пур!
(20) Нумай калаçма юратакан тусăмсем! Манăн куççулĕм Турă умне тăкăнать.
(21) Ах, этем ывăлĕсем пĕрпĕринпе тупăшнă пек, çын Турăпа тупăшмалла пулсанччĕ!
(22) Ентĕ кунçулăм пĕтсе килет, эпĕ каялла таврăнайми çĕре каятăп.
17
(1) Сывлăшăм кĕскелсе килчĕ; кунăмсем сÿнсе пыраççĕ; куç умĕнче — тупăксем.
(2) Вĕсем мăшкăлламан пулсассăн, эпĕ вĕсем тавлашнă чухне те лăпкăн çеç пăхса тăраттăм.
(3) Эй Турă, мана Хăвах пулăшсамччĕ, маншăн çăка кĕрсемччĕ! унсăрăн маншăн кам çăка кĕрĕ?
(4) Вĕсен чĕрине Эсĕ ăстăн кĕмелле мар хупса лартрăн, çавăнпа вĕсене çиеле тухма памăн.
(5) Кам та кам хăйĕн тусĕсене йывăр вăхăтра пулăшмасть, çавăн ачисен куçĕ сÿнсе ларĕ.
(6) Турă мана халăх кулли турĕ, ман çинчен юптару ярса кулаççĕ.
(7) Куляннипе куçăм тĕтреленчĕ, ÿтпĕвĕм те ĕмĕлке пек тăрса юлчĕ.
(8) Çакна курсассăн тÿрĕ çынсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнĕç, айăпсăрри икĕ питлĕ çынна тарăхса кайĕ.
(9) Тÿрĕ çын хăйĕн çулĕнчен пăрăнмĕ, таса алăллă çын вăй илнĕçемĕн вăй илсе пырĕ.
(10) Эсир вара килĕр, пурсăр та кунта килсе тăрăр; сирĕн хушшăрта эпĕ ăслă çын курмастăп.
(11) Ман ĕмĕрĕм иртрĕ; шухăшăмсем — чĕремĕн ĕмĕчĕсем — арканчĕç.
(12) Вĕсем вара каçран кун тăвасшăн, çутта сĕмлĕх умне çывăхартасшăн.
(13) Емĕтленес пулсассăн та, манăн килĕм-çуртăм — çĕр тĕпĕнче; сĕмлĕхре сарăп выртас вырăнăма;
(14) тупăкăма: «эсĕ манăн аттем» тейĕп; ăмана: «эсĕ манăн аннем, аппам-йăмăкăм» тейĕп.
(15) Ăçта вăл манăн шанчăкăм? манăн шанчăкăма кам курнă?
(16) Вăл манпа пĕрле çĕр тĕпне анса кайĕ, хампа пĕрле çавăнта канăç тупĕ.
18
(1) Савхея çынни Вилдад çапла хуравласа каланă:
(2) çапла калаçма хăçан чарăнăр эсир? шухăшласа пăхăр лайăхрах, вара калаçăпăр.
(3) Мĕншĕн-ха пирĕн хамăра выльăх вырăнне хурас, санăн куçу умĕнче мăшкăл курас?
(4) Эй эсĕ, çиллÿпе хăвăн чунна тулаканскер! Эсĕ тесе çĕрĕн çаралса юлмалла-и, ту хысакĕн хăй вырăнĕнчен куçса лармалла-и?
(5) Çапла, йĕркерен тухнă çыннăн çути сÿнсе ларĕ, унăн вутçулăмĕнчен хĕлхем те юлмĕ.
(6) Унăн чатăрĕ çутăсăр ларĕ, çутаткăçĕ те сÿнĕ, çутатмĕ.
(7) Унăн хăвачĕ чакса пырĕ, хăй тытнă шухăшĕ ăна хăйнех ÿкерĕ:
(8) ури серепене çакланĕ, вăл танатапа çыхланса çÿрĕ.
(9) Унăн урине йăлмак йăлласа илĕ, ăна вăрă-хурах ярса тытĕ.
(10) Вăрттăн ун валли çĕр çине сăпă хунă, çÿрес çулĕ çине тапă лартнă.
(11) Пур енчен те ăна сехмет сехĕрлентерĕ, хăранипе вăл унталла та кунталла вăйкăнĕ.
(12) Выçăпа вăйхалĕ пĕтсе çитĕ, вилĕмĕ юнашарах, хатĕрех тăрĕ.
(13) Ÿтне-тирне çисе ярĕ, ÿтне-тирне вилĕмĕн малтанхи ывăлĕ {тискер вилĕм} çисе ярĕ.
(14) Шанчăкне чатăрĕнчен те хăваласа ярĕç, çакă ăна хăрушлăх патши патнех антарса ярĕ.
(15) Чатăрне урăххисем йышăнĕç: вăл ĕнтĕ унăн мар; кил-çуртне кÿкĕрт сапса тухĕç.
(16) Аялта тымарĕ типсе ларĕ, çÿлте турачĕсем хăрса кайĕç.
(17) Çĕр çинчен унăн ячĕ те çухалĕ, ăна урам хушшинче те аса илмĕç.
(18) Ăна çут тĕнчерен сĕмлĕхе хăваласа ярĕç, ăна çĕр питĕнчен шăлса тăкĕç.
(19) Ĕнтĕ халăх хушшинче унăн ывăлĕ те, мăнукĕ те пулмĕ, килĕ-çуртĕнче никам та юлмĕ.
(20) Унăн кунĕ çинчен анăçра илтĕç те — хăраса ÿкĕç, тухăçра илтĕç те — сехĕрленсе кайĕç.
(21) Çапла пулса юлать йĕркесĕр çыннăн килĕ, Турра пĕлменнисен вырăнĕ çапла пулса юлать.
19
(1) Иов вара çапла хуравласа каланă:
(2) манăн чунăма хăвăр сăмахăрпа хăçанччен асаплантарăр-ши, мана хăçанччен тертлентерĕр-ши?
(3) Акă эсир мана пĕр вунă хут та хурларăр, мана хĕстерме те вăтанмастăр.
(4) Эпĕ чăнахах та çылăха кĕнĕ пулсассăн, çылăхĕ хампа пĕрлех юлĕ.
(5) Сирĕн ман умăмра мăнаçланассăр килсессĕн, мана мăшкăла юлнăшăн ÿпкелессĕр килсессĕн,
(6) пĕлсе тăрăр: мана Турă авса ÿкерчĕ, ман тавра Хăйĕн серепине карса хучĕ.
(7) Акă эпĕ: «пулăшăр!» тесе кăшкăратăп — илтекен çук; тилмĕрсе йăлăнатăп — хÿтĕлекен çук.
(8) Вăл манăн çула пÿлсе хучĕ — иртсе каяймастăп, эпĕ утас сукмака сĕмлĕхпе хупларĕ.
(9) Манран чыс-хисепе туртса илчĕ, манран пуçкăшăльне хывса илчĕ.
(10) Мана пур енчен те хĕссе лартрĕ — ĕнтĕ каятăп; шанчăкăма Вăл йывăçа тăпăлтарнă пек кăкларĕ.
(11) Пĕтĕм çиллине ман çине ячĕ, мана Хăйĕн тăшманĕсемпе пĕр тан шутлать.
(12) Ун çарĕсем пĕрле килчĕç те ман еннелле çул тытрĕç, чатăрăма пур енчен те хупăрласа илчĕç.
(13) Вăл манран тăванăмсене сивĕтрĕ, пĕле тăрансем те манран ютшăнаççĕ.
(14) Ĕнтĕ çывăх çыннăмсем мана пăрахрĕç, палла тăрансем те манăçа хăварчĕç.
(15) Ман килĕмре хÿтлĕх тупнисем те, тарçăмсем те мана ют çын вырăнне картаççĕ; вĕсемшĕн эпĕ таçтан килнĕ çын пулса тăтăм.
(16) Тарçăма чĕнетĕп — вăл сасă та памасть; халь ăна хамăн йăлăнас пулать.
(17) Сывлан сывлăшăмран арăмăм йĕрĕнет, ăна ĕнтĕ тăван ачасен ячĕпе йăлăнатăп.
(18) Манран пĕчĕк ачасем те йĕрĕнеççĕ: эпĕ ура çине тăнă чухне манран мăшкăлласа кулаççĕ.
(19) Чи çывăх туссем пурте ютшăнаççĕ манран, ĕлĕк хам юратнă çынсем те мана хирĕç тăраççĕ.
(20) Шăммăмсем тирĕм çумнех çыпăçăнса ларчĕç, ÿтĕм шăл тунинче çеç тăрса юлчĕ.
(21) Хĕрхенсемĕр мана, хĕрхенсемĕр мана, тусăмсем: мана Турă алли килсе тиврĕ.
(22) Мĕншĕн эсир те мана Турă пек йĕрлетĕр, мана тăрана пĕлми кăшлатăр?
(23) Ах, манăн сăмахăмсене çырса хурсанччĕ! кĕнеке çине ÿкерсенччĕ вĕсене,
(24) тăхлан вĕçлĕ тимĕр çырапа чул хăма çине ĕмĕрлĕхе касса çырсанччĕ!
(25) Пĕлетĕп эпĕ: мана Хÿтĕлекен чĕрĕ, юлашки кун çитсессĕн Вăл çак çĕрсе пыракан ÿтĕм-тирĕме çĕнетĕ,
(26) вара эпĕ, ÿтленнĕскер, Турра курăп.
(27) Эпĕ Ăна хамах курăп; çын куçĕпе мар, хамăн куçăмпа курăп. Ăшăмра чĕрем çунса тăрать!
(28) «Эпир ăна мĕншĕн хĕсĕрлетпĕр-ха?» темеллеччĕ сирĕн — усаллăх тымарĕ манра тупăннă пек калаçатăр.
(29) Хĕçрен хăраса тăрăр: усал тунăшăн хĕç тавăрать; сут пуррине пĕлсе тăрăр.
20
(1) Наама çынни Софар çапла хуравласа каланă:
(2) шухăшăмсем сана хуравлама хĕтĕртеççĕ, çийĕнчех каласа кăтартам-ха.
(3) Итлесе лартăм та, эсĕ мана ÿпкелесе-хурласах пĕтертĕн, ĕнтĕ маншăн ăс-тăнăм хуравлатăр.
(4) Пĕлместĕн-им эсĕ, ĕмĕртенпех — этеме çĕр çине вырăнаçтарнăранпах —
(5) йĕркесĕр çынсенĕн савăнăçĕ вăрăма пымасть, икĕ питлĕ çыннăн хĕпĕртесси те самантлăха анчах.
(6) Унăн чапĕ тÿпене çити çĕкленсессĕн те, пуçĕ пĕлĕте перĕнсессĕн те,
(7) хăйĕн каяшĕ пек, вăл ĕмĕрлĕхе çухалĕ; ăна курнисем: «ăçта-ши вăл?» тейĕç.
(8) Тĕлĕк пек вĕçсе иртĕ те — тупаймĕç ăна; çĕрле темĕскер курăннă пек курăнĕ те — çухалĕ.
(9) Пĕрре курнă куç ăна урăх кураймĕ, ăна хăйĕн вырăнĕ те асăрхаймĕ.
(10) Унăн ывăлĕсем кĕлмĕçсене юрама тăрăшĕç, хăйĕн алли туртса илнине хăй аллиех тавăрса парĕ.
(11) Унăн шăммисенче — çамрăклăх вăйĕ, анчах вĕсем те унпа пĕрле çĕр айне кайĕç.
(12) Ун çăварĕнче усаллăх пылаккăн туйăнсассăн та, вăл ăна чĕлхи айĕнче пытарса çÿресессĕн те,
(13) упрасассăн та, сыхласассăн та, çăварĕнчех хыпса çÿресессĕн те,
(14) çав çимĕç унăн ăшĕнче аспид вачĕ пулса тăрĕ.
(15) Çын пурлăхне çăтнăскер, вăл ăна хăсса кăларĕ: Турă çавна ун ăшĕнчен тĕппипе сирпĕнтерĕ.
(16) Вăл çĕлен наркăмăшне ĕмет; ăна ехидна сăнни вĕлерĕ.
(17) Пылпа сĕт юхса выртакан çăлсемпе çырмасене курас çук вăл!
(18) Çыннăн асаппа пухăннă мулне çăтса яраймĕ, каялла тавăрса парĕ; пурлăхне кура тавăру пулĕ, савăнсах тăраймĕ:
(19) вăл çынна пусмăрласа пурăннă, чухăнсене пуш алăпа янă, çын лартнă çурт-йĕре турта-турта илнĕ;
(20) унăн хырăмĕ тăрана пĕлмен, ĕмĕтсĕрскер, ниме те уяса тăман вăл.
(21) Ун çăткăнлăхĕнчен нимĕн те хăтăлайман, çавăнпа телейĕ те нумая пырас çук.
(22) Ытлăн-çитлĕн пурăннă чухнех инкек пырса çапĕ, ун çине пĕтĕм асап пĕр харăссăн йăтăнса анĕ.
(23) Хырăмне тултарнă чухнех ун çине Турă хаяр çиллине кăларĕ, çумăр çутарнă пек, унăн ÿчĕ çине [чир-чĕр] çутарĕ.
(24) Тимĕр кăралтан тарса хăтăлĕ — ăна пăхăр çĕмрен тăрăнса ларĕ;
(25) çĕмренĕ ăна витĕр шăтарса тухĕ, çурăмĕнчен тухĕ, унăн вĕçĕ ватне шăтарĕ; ĕнтĕ вилĕм сехмечĕсем çитĕç ăна!
(26) Ăна сĕмлĕх кĕтсе-сыхласа тăрать; ăна этем алли чĕртмен вут-çулăм çунтарса ярĕ; чатăрĕнче мĕн юлнине те пĕтерĕ.
(27) Тÿпе унăн йĕркесĕр ĕçĕсене уçса парĕ, çĕр те ăна хирĕç тăрĕ.
(28) Унăн çуртĕнче пухăннă мул пĕтсе ларĕ; Турă çилли çитнĕ кун пĕтĕмпех саланĕ.
(29) Турă саккунне уяман çыншăн Турăран пай çавă пулĕ, Пурне те Тытса Тăракан панă еткерлĕхĕ унăн çавă пулĕ!
21
(1) Иов çапла хуравласа каланă:
(2) манăн сăмахăма тимлĕн итлĕр-ха, çапла та пулин йăпатăр-ха мана.
(3) Тÿсĕмлĕх çитерĕр-ха, эпĕ калаçам; каласа пĕтерсессĕн мăшкăллăр вара.
(4) Ара, эпĕ этеме йăлăнатăп-им? епле-ха манăн ÿпкелешес мар?
(5) Пăхăр-ха ман çине — сехĕрленсех ÿкĕр, хăвăр çăвара аллăрпа хуплăр.
(6) Аса илсенех çÿçенетĕп, çан-çурăм чĕтреве ерет.
(7) Мĕншĕн-ха йĕркесĕр çынсем вилмеççĕ, ватăличченех пурăнаççĕ, вĕсен вăй-халĕ те çирĕп?
(8) Вĕсен ачисем те хăйсем умĕнчех, мăнукĕсем те куç умĕнчех.
(9) Вĕсен килĕсем хăрушлăх мĕнне пĕлмеççĕ, вĕсем тĕллĕн Турă туйи çук.
(10) вĕсен вăкăрĕ ахаль йăхмасть, вăрлăхне ахаль юхтармасть, вĕсен ĕни ахаль ертмест, вăхăтсăр пăруламасть.
(11) Ачи-пăчи кĕтÿ пек йышлă, пĕчĕккисем сиккелесе çеç çÿреççĕ.
(12) Тÿнкĕрпе кĕсле кĕввине янăратса, шăхличĕ каласа савăнаççĕ;
(13) ĕмĕрне телейлĕ пурăнса ирттереççĕ те çĕр тĕпне те сасартăк, çăмăллăн, анса каяççĕ.
(14) Хăйсем вара Турра çапла калаççĕ: «кай пирĕн патăмăртан, пирĕн Санăн çулна пĕлес те килмест!
(15) Уншăн ĕçлесе тăма — Пурне те Тытса Тăракан пирĕншĕн камах вара Вăл? Ăна тилмĕрсе мĕн усси пултăр?» теççĕ.
(16) Куратăн-и, вĕсен телейĕ хăйсен аллинчен килмест. — Йĕркесĕр çынсен канашĕ манран аякра тăтăр!
(17) Саккуна уяманнисен çутаткăçĕ тăтăшах сÿнет-и, вĕсене час-часах инкек пулать-и, çилленсе кайса, Турă вĕсене хĕн-асап кăтартать-и?
(18) Вĕсен çил умĕнчи улăм пĕрчи пек, çавраçил вĕçтерсе каякан арпа пек пулмалла.
(19) «Вăл курас асапа Турă унăн ачисем валли упрать» тейĕн эсĕ. — Ан тив, Турă ăна хăйне кăтарттăр, вăл çавна пĕлсе тăтăр.
(20) Хăйĕн асапне вăл хăй куçĕпе куртăр, Пурне те Тытса Тăраканăн çиллине хăй тутанса пăхтăр.
(21) Хăйĕн кун-çулĕ вĕçленсессĕн, унăн хăйĕн кил-йышĕ çумĕнче мĕн ĕç пур?
(22) Ĕнтĕ Турра ăслăлăха вĕрентĕн-и? Вăл çÿлтисене те сут тăвать.
(23) Пĕри шăпах хăй вăйпитти чухне питĕ лăпкăн, асапланмасăр вилсе выртать;
(24) унăн ăш-чикки çара çу, шăмминче туп-тулли миме.
(25) Тепĕри вара чунтан хурланса, ĕмĕрĕнче пĕр ырă курмасăр вилет.
(26) Иккĕшĕ те вĕсем çĕр айĕнче выртĕç, иккĕшне те хурт сăрса илĕ.
(27) Эпĕ сирĕн шухăшăра, мана хирĕç епле чее мелсем шутласа кăларасса пĕлетĕп.
(28) Эсир: «чаплă çын килĕ-çурчĕ ăçта халĕ, саккуна уяманнисем пурăннă чатăр хăш тĕлте?» теме пултаратăр.
(29) Эсир çул çÿрекенсенчен ыйтман-им, вĕсем мĕн асăрханине пĕлместĕр-им:
(30) пĕтес кунхине усал çын хăтăлса юлать, Турă çилли унăн айккинчен иртсе каять.
(31) Вăл мĕнле çулпа çÿренине унăн куçне кам кăтарттăр, усал ĕçĕсемшĕн ăна кам тавăртăр?
(32) Ăна масар çине те чыслăн ăсатаççĕ, вил-тăприйĕ çине хурал тăратаççĕ.
(33) Канлĕ выртать вăл, айлăм тăпри çăмăл уншăн, ун хыççăн халăх кĕпĕрленсе пырать, умĕнчен пыракансен те имĕ-сумĕ çук.
(34) Мĕнле-ха эсир мана пулманнипе-çуккипе йăпатасшăн? Сирĕн сăмахăрта суя анчах.
22
(1) Феман çынни Елифаз çапла хуравласа каланă:
(2) этем Турра усă кÿреет-и вара? Ăслă-тăнлă çын хăйне усă кÿрет.
(3) Эсĕ тÿрĕ çын пулни Пурне те Тытса Тăракана савăнăç кÿрет-и? санăн çулусем айăпсăр пулни Ăна усă парать-и?
(4) Вăл, санран хăраса, санпа тупăшма тытăнĕ тетĕн-и санпала сута тăрĕ тетĕн-и?
- =•••
тăлăх-турата нимĕнсĕр тăратса хăварнă.
(10) Çавăншăн мăйкăча çакланнă та эсĕ, пĕр кĕтмен çĕртен сана сехмет çапса хуçнă:
(11) çак сĕмлĕхре эсĕ нимĕн те курмастăн, сана шывсем хупласа хунă.
(12) Турă тÿперен те çÿлерех мар-и? çÿлелле çăлтăрсем çине пăх-ха — епле çÿлте вĕсем!
(13) Эсĕ вара: «Турă мĕнех пĕлтĕр?» тетĕн, «сĕмлĕх витĕр Вăл мĕнле сут тăвайтăр?
(14) тÿпе тавра çаврăннă чухне Ăна çăра пĕлĕтсем курма чăрмантараççĕ» тетĕн.
(15) Саккуна уяман сĕм авалхи çынсен çулĕпе çÿрес тетĕн-им эсĕ?
(16) Вĕсен никĕсне шыв хупласа илсессĕн, вĕсене вăхăтсăр пĕтерсе тухнă.
(17) Вĕсем Турра: «кай пирĕн патăмăртан!» тенĕ. «Пурне те Тытса Тăракан пире мĕн тăвайтăр? тенĕ.
(18) Турă вара вĕсен килне-çуртне пурлăх тултарнă! Усал çынсен канашĕ манран аякра тăтăр!
(19) Тÿрĕ çынсем çавна курсассăн хавасланаççĕ, айăпсăр çын кулса тăрать:
(20) «пирĕн тăшман пĕтрĕ, вĕсенчен мĕн юлнине вут-çулăм çунтарса ячĕ» тет.
(21) Эсĕ Турра çывăх пул — вара канăçлă пулăн; çавăн урлă саншăн ырăлăх çитĕ.
(22) Вăл пĕлтернĕ саккуна йышăн, Унăн сăмахĕсене чĕрÿ варрине ил.
(23) Пурне те Тытса Тăракан еннелле çаврăнсассăн, пурăнăçу каллех малалла кайĕ, усаллăха чатăру патĕнчен аяккалла сирсе ярăн;
(24) ылтăн-кĕмĕлне тусан вырăнне çеç хурăн, Офир ылтăнĕ саншăн çырма чулĕ шутланĕ.
(25) Пурне те Тытса Тăраканĕ саншăн санăн ылтăну, санăн çутă кĕмĕлÿ пулĕ,
(26) Пурне те Тытса Тăраканĕ санăн савăнăçу пулĕ, пуçна çĕклесе Турă еннелле пăхăн.
(27) Ăна кĕлтăвăн та — Вăл сана илтĕ, ху сăмах панине пурăнăçа килтерĕн.
(28) Мĕнле тума шутласа хурăн, çавăн пек пулса пырĕ, çÿрес çулу тĕлĕнче çутă ялкăшса тăрĕ.
(29) Кам та кам хурлăх айне пулсассăн, эсĕ: «çĕклесем!» тейĕн те — Вăл пуç уснă çынна çĕклесе тăратĕ.
(30) Айăплă пулсассăн та, ăна хăтарĕ, ăна санăн аллун тасалăхĕ çăлса хăварĕ.
23
(1) Иов çапла хуравласа каланă:
(2) эпĕ халĕ те ÿпкелешсе калаçатăп: асапăм хам йынăшнинчен те йывăртарах.
(3) Ах, эпĕ Ăна ăçта тупмаллине пĕлейсенччĕ, Унăн аслă пуканĕ умне пырса тăрайсанччĕ!
(4) Унăн умĕнче тавăçăм çинчен каласа панă пулăттăм, тÿрре тухмалли сăмахăм туллиех тупăнĕччĕ манăн;
(5) Вăл мана мĕнле хуравланине пĕлĕттĕм, Вăл мĕн каланине ăнласа илĕттĕм.
(6) Вăл манпала мĕнпур хăвачĕпе тупăшнă пулĕччĕ-ши? Çук, апла пулмĕ! Вăл мана асăрхаса илинччĕ çеç.
(7) Ун чухне тÿрĕ çын Унпа тупăшма та пултарĕччĕ — эпĕ вара хамăн Тÿререн яланлăхах ирĕк илĕттĕм.
(8) Анчах акă эпĕ малалла каятăп — Вăл çук, каялла çаврăнатăп — тупаймастăп Ăна;
(9) сулахай енче мĕн те пулин тăвать-ши Вăл — эпĕ курмастăп; сылтăмра пытанса тăрать-ши — асăрхамастăп.
(10) Анчах Вăл ман çула пĕлсе тăрать; сăнаса пăхтăрччĕ мана — эпĕ ылтăн пек тухăп.
(11) Манăн ура Унăн йĕрĕпе çирĕп пырать; эпĕ Унăн çулне асран яман, çулран сулăнман.
(12) Унăн ÿкĕчĕсенчен пăрăнман; Унăн сăмахне хамăн йăла-йĕркерен мала хурса тытса пынă.
(13) Вăл çирĕп тăрать; Ăна кам урăхла тутарайтăр? Кăмăлĕ мĕн ыйтать, Вăл çавна тăвать.
(14) Çапла, Вăл мана мĕн пÿрнине тумасăр хăвармĕ, ун евĕрли нумай Унăн.
(15) Çавăнпа эпĕ Унăн умĕнче чĕтĕресе тăратăп; шухăшлатăп та — Унран сехĕрленетĕп.
(16) Турă манăн чĕреме хавшатса хăварчĕ, Пурне те Тытса Тăракан мана хăратса ÿкерчĕ.
(17) Мĕншĕн мана çак сĕмлĕхрен маларах пĕтермен-ши, мĕншĕн Вăл çак сĕмлĕхе ман куçăмран пытармарĕ-ши?
24
(1) Пурне те Тытса Тăракан мĕншĕн вăхăтне палăртса хуман-ши? Ăна пĕлекенсем те Унăн кунĕсене курмаççĕ!
(2) Хир чиккисене куçараççĕ, выльăх кĕтĕвĕсене хăваласа каяççĕ те хăйсем патĕнче кĕтеççĕ;
(3) тăлăх туратăн ашакне илсе тухаççĕ, тăлăх арăмăн вăкăрне саклата илеççĕ;
(4) кĕлмĕçсене çул çинчен тĕртсе яраççĕ, çĕр çинче мĕскĕне юлнисен пурин те пытанса пурăнма тивет.
(5) Акă вĕсем, пушхир ашакĕсем пек, тупăш шыраса, ир-ирех хăйсен ĕçне тума тухаççĕ; çеçенхир вĕсем валли, вĕсенĕн ачи-пăчи валли çăкăр парать;
(6) вĕсем ют уйра тырă выраççĕ, йĕркесĕр çын пахчинче иçĕм çырли пуçтараççĕ;
(7) çарамасскерсем ним витĕнмесĕр, пĕр тумтирсĕр сивĕ çĕрте çĕр каçаççĕ;
(8) тусем хушшинче çумăрпа исленеççĕ, хÿтĕлĕх тупаймасăр чул хысакĕ çумне тĕршĕнеççĕ;
(9) тăлăх арăмран ĕмĕртекен ачине туртса илеççĕ, кĕлмĕçрен парăмĕ вырăнне ачине илсе каяççĕ;
(10) тумтирсĕр хăварса çарамас çÿретеççĕ, выçăхса çитнисене пучах çитереççĕ;
(11) вĕсем çу йывăççисем хушшинче çу çапаççĕ, юхтаркăчра иçĕм çырли таптаççĕ, хăйсем ăш хыпнипе аптăраççĕ.
(12) Хулара йынăшни илтĕнсе тăрать, çын аллинчен вилекенĕн чунĕ кăшкăрса макăрать — Турă вара çакна чармасть.
(13) Вĕсем хушшинче çутта курайманнисем пур, çавсем çутă çулне пĕлмеççĕ, унăн çулĕпе çÿремеççĕ.
(14) Çын вĕлерекен тул çутăличченех вăранать, мĕскĕне, кĕлмĕçе вĕлерет, çĕрле вара вăрă туса çÿрет.
(15) Аскăн çыннăн куçĕ те каç пуласса кĕтсе тăрать: «мана никам та курас çук» тесе питне хуплать.
(16) Кăнтăрла сăнаса хураççĕ те тĕттĕмленсессĕн çуртсене аялтан алтса кĕреççĕ; вĕсем çутта пĕлмеççĕ.
(17) Ирхи çутă вĕсемшĕн — вилĕм ĕмĕлкипе пĕрех: вилĕм ĕмĕлкинчен сехĕрленсе курнă вĕсем.
(18) вĕсем шыв çийĕнче тытăнса тăраймĕç, вĕсен çĕр çинчи пайĕ ылханлă, вĕсен иçĕм пахчийĕ енне каякан çул пушпушă.
(19) Типĕ те шăрăх çанталăк юр шывне çăтнă пек, çылăхлă çынсене тамăк çăтса ярать.
(20) Ăна амăшĕн варĕ те манса кайтăр; хурткăпшанкă çисе килентĕр ăна; унăн ячĕ те ан юлтăр; йĕркесĕр çын йывăç хуçăлнă пек хуçăлса антăр,
(21) вăл ачапăча курман арăма та хĕсĕрлет, тăлăх арăма та усал кăтартать.
(22) Турă Хăйĕн вăйĕпе вăйлисене те аркатать; çывăрса тăраççĕ те вĕсем — хăйсем чĕрĕ юласси-юлмассине те пĕлмеççĕ.
(23) Турă вĕсене лăпкăн, тăнăçлăн пурăнма май парать, анчах вĕсен çулĕсене курсах тăрать.
(24) Вĕсем питĕ çÿле çĕкленчĕç те — акă вĕсем çук та: ыттисем пекех ÿкеççĕ те вилеççĕ, пучах тăрри касăлнă пек касăлаççĕ.
(25) Ун пек мар-и? Кам мана суяпа тытĕ? кам манăн сăмахăма пăрахăç тăвĕ?
25
(1) Савхея çынни Вилдад çапла хуравласа каланă:
(2) пĕтĕм тĕнче — Турă аллинче, пĕтĕм тĕнче Унран хăраса тăрать; Вăл çÿл тÿпере йĕрке туса тăрать!
(3) Унăн çарĕн шучĕ пур-и? Унăн çути кама çутатмасть?
(4) Турă умĕнче этем епле тÿрре тухайтăр, арăмран çуралнăскерĕ епле таса пулайтăр?
(5) Унăн куçĕ умĕнче уйăх та çутă мар, çăлтăрсем те таса мар.
(6) Этем тесессĕн вара — вăл хурт-кăпшанкă çеç, этем ывăлĕ — кĕве çеç.
26
(1) Иов çапла хуравласа каланă:
(2) халсăр çынна еплерех пулăшрăн ĕнтĕ, хевтесĕр алла тĕревлерĕн ĕнтĕ!
(3) Мĕн тери ăслă канаш патăн айвана, ĕçе епле тĕпĕ-йĕрĕпе каласа ăнлантартăн!
(4) Ку сăмахсене эсĕ кама каларăн, кам хăвачĕпе калаçрăн?
(5) Рефаимсемпе шывра пурăнакансем шыв тĕпĕнче чĕтресе тăраççĕ.
(6) Турă умĕнче çĕр тĕпĕ те уçă тăрать, Аваддон та хупă мар.
(7) Турă пушă тĕле çурçĕр тÿпине карса хунă, нимĕн çук вырăна çĕр çакса янă.
(8) Вăл Хăйĕн пĕлĕчĕсенче шыв тытса тăрать, пĕлĕтсем пурпĕр ишĕлсе анмаççĕ.
(9) Унта Вăл Хăйĕн аслă пуканне лартнă, ун тĕлне пĕлĕт карнă.
(10) Шыв çийĕн, çутăпа сĕмлĕхе уйăрса, Вăл чикĕ палăртса хунă.
(11) Ун аслатийĕ авăтса ярсассăн, тÿпе юписем чĕтресе тăраççĕ.
(12) Вăл Хăйĕн хăвачĕпе тинĕсе хумхантарать, Хăйĕн ăсĕпе Рахаба аркатать.
(13) Вăл вĕрнипе тÿпе уçăлать, Унăн алли явкаланакан çĕлене тĕп тăвать.
(14) Ку — Унăн ĕçĕн пĕчĕк пайĕ çеç-ха! Эпир Ун çинчен питĕ сахал пĕлетпĕр, Ун хăвачĕн кĕрлевне кам ăнкарса илейĕ?
27
(1) Иов хăйĕн çĕкленÿллĕ сăмахне малалла каланă:
(2) мана сутсăрах асаплантаракан Турă, Пурне та Тытса Тăраканĕ, чунăма хĕн кăтартаканĕ, чĕрĕ!
(3) Сывлан сывлăшăм хам ăшăмра чухне, сăмсара Турă сывлăшĕ пур чухне
(4) манăн чĕлхем тĕрĕс маррине калас çук, çăварăмран суя сăмах тухас çук.
(5) Эпĕ сирĕнпе ниепле те килĕшейместĕп; мĕн виличченех хама айăпсăр тесе шухăшлатăп.
(6) Эпĕ хамăн тÿрĕлĕхĕме çирĕп тытса тăтăм, ăна вĕçертессĕм çук; чĕрем мана ĕмĕрĕм тăршшĕнче те ÿпкелемĕ.
(7) Манăн тăшман — çылăхлă çын, мана хирĕç тăракан йĕркесĕр çын шутлантăр.
(8) Чунне Турă кăларса илсессĕн, икĕ питлĕ çыншăн мĕн шанчăкĕ юлтăр?
(9) Çав çынна инкек-синкек çитсессĕн, Турă вăл йĕрсе йăлăннине илтĕ-и?
(10) Пурне те Тытса Тăракана шанса лăпланăç тупĕ-и вăл, кирек хăçан та Турра чĕнĕ-и вăл?
(11) Сире Турă аллинче мĕн пуррине пĕлтерем; Пурне те Тытса Тăракан ирĕкĕнче мĕн иккенне пытарса тăмăп.
(12) Акă эсир пурсăр та хăвăрах куртăр; мĕншĕн-ха çапла пуш сăмах çапатăр?
(13) Йĕркесĕр çыннăн Турăран илес пайĕ, хĕсĕрлевçĕсен Пурне те Тытса Тăраканран илес еткерĕ çакă.
(14) Унăн ывăлĕсем, ĕрчес пулсассăн та, хĕç айне пулĕç; унăн тăхăмĕсем тăраниччен çăкăр çисе кураймĕç.
(15) Ун хыççăн юлакансене вилĕм çĕр айне тăвĕ, вĕсемшĕн тăлăх арăмĕсем те хÿхлемĕç.
(16) Купипе пухнă кĕмĕлĕ уншăн тусан пек пулĕ, янтăланă тумтирĕ пылчăк пек пулĕ,
(17) мĕн янтăласа хунине тÿрĕ çын тăхăнса çÿрĕ, кĕмĕлĕ вара айăпсăр çынна тивĕ.
(18) Вăл лартакан çурт-йĕр те — кĕве йăви анчах, хуралçă туса лартнă хÿшĕ анчах;
(19) çывăрмашкăн пуян халлĕн выртĕ — тăрасса урăхла тăрĕ; куçне уçса пăхĕ те — вăл урăх çын иккен.
(20) Шыв çавăрса илнĕ пек, ăна тискер сехмет çитсе çапĕ; çĕр варринче ăна çил-тăвăл çаклатĕ.
(21) Ăна тухăç çилĕ çавăрттарса-вĕçтерсе кайĕ, тарĕ вăл, мĕнпур вăйран чупĕ;
(22) тем пекех тарса хăтăлас тесессĕн те, çилĕ вирлĕн тапăнĕ ăна, хĕрхенсе тăмĕ.
(23) Унран ĕнтĕ пĕççе çапса тĕлĕнĕç, ун хыçĕнчен пăхса шăхăрса юлĕç!
27
(1) Çапла! кĕмĕлĕн çĕр айĕнче тымарĕ пур, ылтăнăн хăйне шăратакан вучахĕ пур.
(2) Тимĕр çĕр айĕнчен тупăнать; пăхăра чултан шăратса кăлараççĕ.
(3) Этем сĕмлĕхе пÿлет, сĕм тĕттĕм çĕрте, вилĕм ĕмĕлки çумĕнче тăрăшса-тимлесе чул шырать.
(4) Хаклă чул-тăпра тупса кăлармашкăн нихăçан ура пусман çĕрте пусă алтаççĕ, çĕр айне анаççĕ, çынсенчен аякра çакăнса-сулланса тертленеççĕ.
(5) Тырă-пулă ÿстерсе паракан çĕре, шалтан вут-çулăмпа çунтарнă евĕр, алтăкласа пĕтереççĕ.
(6) Çавăнти чулсем — сапфир вырăнĕ, ылтăн пĕрчисем те çавăнтах.
(7) Вĕсен тĕлне ăмăрткайăк та пĕлмест, ăна хăлат куçĕ те курман;
(8) çав çĕре арăслан ури те пырса пусман, унта шакал та çÿремен.
(9) Этем гранит чула та касать, сăрт-тăва тĕпрен йăвантарать;
(10) чакăл тăва алтса кĕрет, унăн куçĕ пур хаклă чула асăрхать;
(11) юхăм шывсене чарать те пытаннă мула çутта илсе тухать.
(12) Анчах ăслăлăха мĕнле тупмалла-ха, ăс-тăна хăш тĕлте шырамалла?
(13) Этем ăслăлăх хакне пĕлмест, ăна чĕррисен çĕрĕ çинче тупаймастăн.
(14) Çĕр айĕнчи шыв: «манра çук вăл» тет; тинĕс те: «манра мар» тет.
(15) Ăна ылтăнпа туянма çук, кĕмĕл виçипе те илме çук;
(16) ăна Офир ылтăнĕпе те, хаклă йышши оникспа та, сапфирпа та хаклама çук;
(17) унпа ылтăн та, кристалл та танлашаяс çук, ăна таса ылтăн савăтпа та улăштарса илеймĕн.
(18) Мерченпе ахах пирки асăнма та кирлĕ мар, ăслăлăх тупасси рубин тупассинчен йывăртарах.
(19) Эфиопи топазĕ те ăслăлăхпа танлашаймасть; ăна таса ылтăнпа туянаймастăн.
(20) Ăслăлăх ăçтан тухать-ши, ăс-тăна хăш тĕлте шырамалла-ши?
(21) Вăл пĕр чĕрĕ чун куçне те курăнмасть, ăна вĕçен кайăк та тупаймасть.
(22) Аваддонпа вилĕм калаççĕ: «ун çинчен пирĕн хăлхана хыпар çитнĕччĕ» теççĕ.
(23) Унăн çулне Турă пĕлет, унăн тĕлне Вăл анчах тупать:
(24) Вăл тĕнче вĕçне-хĕррине курса тăрать, тÿпе айĕнче мĕн пуррине пĕтĕмпех асăрхать.
(25) Çиле виçе хунă чухне, шыва виçепеле вырăнаçтарнă чухне,
(26) çумăр валли йĕрке панă чухне, аслатипе çиçĕм валли çул палăртнă чухне
(27) Вăл ăслăлăха курса тăнă, ăна уçса кăтартнă, тĕрĕслесе пăхнă та çирĕплетнĕ,
(28) вара этеме каланă: «Çÿлхуçаран хăрани — акă вăл чăн ăслăлăх, усалтан аякра тăни — акă вăл ăс-хакăл» тенĕ.
29
(1) Иов хăйĕн çĕкленÿллĕ сăмахне малаллах тăснă:
(2) эх, эпĕ ĕлĕкхи пек пулайсанччĕ, хама Турă упранă кунсенчи пек пулайсанччĕ!
(3) Ун чухне Турă çути ман пуç тĕлĕнче çутатса тăратчĕ, Унăн çутипе эпĕ сĕмлĕхре те çÿреттĕм;
(4) çамрăклăхăм кунĕсенче чатăрăм тĕлĕнче Турă ырăлăхĕ тăратчĕ,
(5) Пурне те Тытса Тăракан манпа пĕрлеччĕ, ача-пăчам хам тавраччĕ,
(6) эпĕ çÿрен çул çинче сĕт юхса выртатчĕ, ту хысакĕнчен ман валли çу юхса тăратчĕ!
(7) Хула хапхи патне тухсассăн, уçă вырăна хамăн пуканăма лартсассăн,
(8) яш ачасем мана курсассăн пытанатчĕç, ватăсем ура çине тăратчĕç;
(9) çулпуçсем калаçма хăяймастчĕç, çăварне аллипе хуплатчĕç;
(10) чаплă çынсем шăп пулатчĕç, чĕлхи вĕсен çăвар маччине çыпăçăнса ларатчĕ.
(11) Итлекенĕ — пĕр ырлатчĕ мана; кураканĕ — пĕр мухтатчĕ,
(12) мĕншĕн тесессĕн эпĕ асап курса йĕрекене, хÿтлĕхсĕр тăлăхтурата пулăшаттăм.
(13) Мана çăлăнса юлнă çын пиллĕхĕ çитетчĕ, эпĕ тăлăх арăм чĕрине те савăнăç кÿреттĕм.
(14) Тÿрĕлĕхĕме тумтир вырăнне тăхăнаттăм, тÿрĕ сут маншăн юпăнчăпа пуç çыххи пулнă.
(15) Суккăр çыншăн эпĕ — куç, уксаххишĕн ура пулнă;
(16) мĕскĕнсемшĕн эпĕ ашшĕ пулаттăм, хам пĕлмен тавăçа тимлĕн тишкереттĕм.
(17) Йĕркесĕр çыннăн янахне çапса çĕмĕреттĕм, вăрланă тупăшне çăварĕнчен туртса илеттĕм.
(18) Шухăшлаттăм: «хамăн йăварах вилĕп, кунăмсем хăйăр пĕрчи пек йышлă пулĕç;
(19) манăн тымарăм шыв патнех çитет, туратăмсем çинче сывлăм çĕр каçать;
(20) манăн чапăм ватăлмасть, аллăмри уххăм çирĕп» тееттĕм.
(21) Мана тăнлатчĕç, эпĕ мĕн каласса кĕтетчĕç, эпĕ канаш панă чухне шăп тăратчĕç.
(22) Эпĕ каланă хыççăн тек сÿтсе явмастчĕç; манăн сăмахăм вĕсем çине шăваракан тумла пек тумлатчĕ.
(23) Мана çумăр кĕтнĕ пек кĕтетчĕç, кайранхи çумăршăн антăхнă пек, çăварне карса тăратчĕç.
(24) Тепĕр чухне йăл кулаттăм та — вĕсем ĕненместчĕç; çутă сăнăма тĕксĕмлетместчĕç.
(25) Эпĕ вĕсене çул кăтартса пыраттăм, пуç пулса тăраттăм, хăйĕн çарĕ хушшинчи патша пек, йĕрекенсене лăплантаракан пек пурăнаттăм.
30
(1) Халĕ ĕнтĕ манран хамран кĕçĕнреххисем кулаççĕ; эпĕ вĕсенĕн ашшĕсене кĕтĕвĕмсене сыхлакан йытăсем патне те ямăттăм.
(2) Мĕне кирлĕ мана вĕсен вăйĕ? Ĕнтĕ вĕсен аллисем хавшанă.
(3) Чухăн пурăнăçпа, выçлăхпа хăрăннăскерсем, вĕсем шывсăр, тискер, çаралса юлнă çеçенхире туха-туха тараççĕ;
(4) йывăç тĕмĕсем таврашĕнче курăк чĕпĕтсе çÿреççĕ, çăкăр вырăнне уртăш çырли çиеççĕ.
(5) Вĕсене халăх хушшинчен хăвалаççĕ, вăрра ĕрленĕ пек ĕрлесех хÿтереççĕ,
(6) вара вĕсем çыранти шырлансенче, çĕр çурăкĕсемпе ту хăвăлĕсенче пытанса пурăнаççĕ.
(7) Тĕмсем хушшинче улаççĕ, кÿкен айне тĕршĕнеççĕ.
(8) Пăрахăçа тухнă çынсем, ятне çĕртнĕ çынсем, çĕр çинчи ăçтиçуксем!
(9) Халĕ ĕнтĕ çавсем ман çинчен юрласа çÿреççĕ, мăшкăлласа калаçаççĕ.
(10) Вĕсем манран йĕрĕнеççĕ, манран пăрăнса çÿреççĕ, ман умра сурмасăр тÿсеймеççĕ.
(11) Турă ман ухă кантрине салтса ячĕ те мана амантрĕ, çавăнпа вĕсем ман умра çăварлăхне хывса пăрахрĕç.
(12) Çав эшкер мана сылтăм енчен тапăнать, мана ураран ÿкерет, мана тĕп тумашкăн çул хывать.
(13) Манăн çула вара пăсса пĕтерчĕç: никам пулăшмасăрах мана вĕлермешкĕн пĕтĕмпех туса çитерчĕç.
(14) Ман патăма хÿме çĕмĕрсе кĕнĕ пек килсе кĕчĕç; ман çине шавлăн сиксе ÿкрĕç.
(15) Ман çине сехмет йăтăнса анчĕ, чапăм çил пек вĕçсе саланчĕ, телейĕм пĕлĕт пек иртсе кайрĕ.
(16) Халĕ ĕнтĕ чунăм хавшаса çитрĕ: мана асап кунĕсем çавăрса илчĕç.
(17) Çĕрле шăммăм-шаккăм сурать, шăнăрăмсем те канăç мĕнне пĕлмеççĕ.
(18) Çиелти тумтирĕм хĕнпе хывăнать; аялти çыпăçăнсах ларнă, хывăнмасть.
(19) Вăл мана пылчăк çинех пăрахрĕ, эпĕ тăпра пек, кĕл пек пулса юлтăм.
(20) Эпĕ Сана тархаслатăп — Эсĕ мана тăнламастăн, тилмĕрсе тăратăп — ман çине пăхатăн çеç.
(21) Ман тĕлĕшпе Эсĕ хытă кăмăллă пулса кайрăн, хăватлă аллупа мана хирĕç тăратăн.
(22) Эсĕ мана çĕклерĕн те çилпе вĕçтерсе çÿреттертĕн, мана çапла асаплантаратăн.
(23) Çапла, Эсĕ мана вилĕм патне илсе çитерессе, мĕнпур пурăнаканĕ пуçтарăнакан киле çитерессе пĕлетĕп.
(24) Вилекен çын çине, пулăшу ыйтса тархаслакан çине, алă çĕклеççĕ-и вара?
(25) Эпĕ асап куракансемшĕн йĕмен-им, манăн чунăм мĕскĕнсемшĕн хурланман-им?
(26) Ырра шанса тăнă чухне ман патăма усалли çитрĕ; çутта кĕтсе тăнă чухне сĕмлĕх çитрĕ.
(27) Аш-чикĕм вĕресе тăрать — лăпланмасть; мана хирĕç хурлăх кунĕсем килеççĕ.
(28) Хуп-хура çÿретĕп, хĕвелпе хуралман эпĕ; пухура пулăшу ыйтса кăшкăратăп.
(29) Шакалсемшĕн тăван пулса тăтăм, страуссемшĕн тус пултăм.
(30) Ÿтĕм-тирĕм хуралса ларчĕ, шăммăм-шаккăма шăрăх ĕнтсе ячĕ.
(31) Манăн кĕсле хурлăхлă калакан пулчĕ, шăхличĕм хÿхлекен пулчĕ.
31
(1) Хĕрсем çине пăхмастăп тесе эпĕ хамăн куçăмпа сăмах татрăм.
(2) Мĕнле шăпа тухрĕ-ха мана Çÿлти Турăран? Пурне те Тытса Тăракан тÿперен мĕнле еткер ярса пачĕ?
(3) Ара, вилĕм йĕркесĕр çыншăн мар-и? инкек-синкек усал тăваканшăн мар-и?
(4) Е Вăл манăн çулсене курмасть-и, манăн утăмсене шутласа тăмасть-и?
(5) Эпĕ суйса-чееленсе пурăннă пулсассăн, манăн ура ултав еннелле васканă пулсассăн,
(6) ан тив, мана тÿрĕлĕх виçипе виçсе пăхчăр, вара Турă эпĕ айăпсăррине курĕ.
(7) Манăн ура тÿрĕ çултан пăрăннă пулсассăн, чĕрем куç илĕртни хыççăн кайнă пулсассăн, аллăм çумне таса марри çыпçăннă пулсассăн,
(8) эпĕ акнине тепĕри çитĕр, манăн калчана кăкласа пăрахчăр.
(9) Чĕрем çын арăмне сăхланнă пулсассăн, эпĕ çын алăкĕ умĕнче сыхласа тăнă пулсассăн,
(10) ан тив, манăн арăм ют çын валли авăрттăр, ют çын мăшкăлĕ пултăр,
(11) мĕншĕн тесессĕн ку — ирсĕр ĕç, ку — саккуна хирĕçле, сута тивĕçлĕ ĕç;
(12) ку — тĕппипе çунтарса яракан вут-çулăм, вăл манăн пĕтĕм пурлăха пĕтеретчĕ.
(13) Эпĕ хамăн тарçăмсене — арçын-и вăл, хĕрарăм-и — кÿрентернĕ пулсассăн, вĕсенĕн ÿпкевне вырăна хуман пулсассăн,
(14) Турă хама хирĕç тăнă чухне мĕн тăвăттăм-ха эпĕ? Вăл ман çине пăхса илсессĕн, Ăна мĕн хуравлăттăм?
(15) Вĕсене те мана анне варĕнче Пултарнăскер пултарман-и, пире пурне те ама ăшĕнче пултарман-и?
(16) Ыйтакана памасăр хăварнă-и эпĕ, тăлăх арăма куçран пăхтарса тăратнă-и?
(17) Хамăн татăкăма пĕчченех çисе янă-и е ăна тăлăх ачана та çитернĕ-и?
(18) Вăл ман патăмра мĕн ачаран ашшĕ çумĕнчи пек ÿснĕ, мĕн кĕçĕнрен эпĕ тăлăх арăма та пăхса-пулăшса тăнă.
(19) Тумтирĕ çуккипе асапланакансене, шăнса çÿрекен мĕскĕне курсассăн,
(20) сурăхăмсен çăмĕпе ăшăтмарăм-и вĕсене, вĕсен çан-çурăмĕ мана тав тумарĕ-и?
(21) Хапха умĕнче, хам майлă пуласса шанса, эпĕ тăлăх ача çине алă çĕкленĕ пулсассăн,
(22) хулпуççийĕм пĕвĕмрен тăпăлса тухтăр, аллăм чавса таран хуçăлса ÿктĕр:
(23) маншăн чи хăрушши — Турă хаса пани: эпĕ Унăн аслăлăхĕ умĕнче тÿссе тăраймастăм.
(24) Эпĕ ылтăна шанса пурăннă-и, хаклă мулăма: «эсĕ — манăн шанчăкăм» тенĕ-и?
(25) Пуянлăхăм пысăк пулнипе савăннă-и эпĕ, аллăм нумай пухрĕ тесе хĕпĕртенĕ-и?
(26) Хĕвел епле ялкăшса тăнине курса, уйăх епле чаплăн çÿренине сăнаса
(27) эпĕ вĕсене хам ăшăмра пуççапнă-и, хам аллăма чуптунă-и?
(28) Çакă та сута тивĕçлĕ усал ĕç пулнă пулĕччĕ: эпĕ апла Çÿлти Турăран пăрăннă пулăттăм.
(29) Эпĕ хамăн тăшманăм пĕтнишĕн савăннă-и, ăна инкек çитсессĕн хĕпĕртесе тăнă-и?
(30) Эпĕ хамăн чĕлхе-çăварăма ăна ылханса çылăха кĕме паман.
(31) Манăн чатăрти çынсем: «ах, пирĕн унăн ашĕпе тăранасчĕ!» тесе каламан.
(32) Çулçÿрен урамра çĕр каçман; иртен-çÿрен валли алăкăм уçă тăнă.
(33) Эпĕ, усаллăхне чĕринче пытарса çÿрекен çын пек, усал ĕç туса ăна çынран пытарнă пулсассăн,
(34) халăх çине тухма вăтанăттăм, йăхташăмсем йĕрĕнесрен хăранă пулăттăм, алăкран тухмасăр шăпăрт ларнă пулăттăм.
(35) Ах, кам та кам мана вĕçне çитиччен итлейсенччĕ! Акă манăн татăклă сăмахăм: Пурне те Тытса Тăраканĕ мана хуравлатăр, мана Айăплаканĕ хутне çырса килтĕр.
(36) Çав хута эпĕ хулпуççи çине хурса çÿрĕттĕм, ăна пуçкăшăль вырăнне тăхăнăттăм;
(37) Турра кашни утăма пĕлтерсе тăрăттăм, Ун патне пуçлăх пек çывăхарăттăм.
(38) Эпĕ хамăн çĕрĕме хурлантарса макăртнă пулсассăн, унăн суха кассийĕсене кÿрентернĕ пулсассăн,
(39) унăн çимĕçне пĕр тÿлевсĕр çисе тăнă пулсассăн, çĕр ĕçлекенсене хĕсĕрлесе пурăннă пулсассăн,
(40) ан тив, тулă вырăнне — вĕлтĕрен, урпа вырăнне пукра шăтса лартăр.
ИОВ СĂМАХĔ ВĔÇЛЕНЧĔ.
32
(1) Иов хăйне çав-çавах айăпсăр çын вырăнне хунине курсассăн, хайхи виçĕ ар унпа тавлашма чарăннă,
(2) вара Елиуй — Варахиил ывăлĕ, Рам йăхĕнчен тухнă Вуз çынни — питĕ хытă тарăхса кайнă: Иов хăйне Турăран та ытла тÿрре кăларса калаçнăшăн унăн çилли вутла хыпса илнĕ.
(3) Вăл Иовăн виçĕ тусне те çилленнĕ, мĕншĕн тесессĕн лешĕсем Иова айăпласа калаçнă чухне ăна хирĕç кирлĕ сăмах тупса калайман.
(4) Иов калаçнă чухне Елиуй пĕр чĕнмесĕр кĕтсе тăнă, мĕншĕн тесессĕн ыттисем унран аслăрах пулнă.
(5) Çав виçĕ ар хирĕç тавăрса калайманнине курсассăн Елиуйăн çилли тулса çитнĕ.
(6) Вара Елиуй — Варахиил ывăлĕ, Вуз çынии — çапла хуравласа каланă: эпĕ çамрăк, эсир — ватă çынсем; çавăнпа сире хамăн шухăшăма пĕлтерме хăяймарăм, шиклентĕм.
(7) Ăшăмра çапла шухăшларăм: «ватăлăх калаçтăр, ваттисем пурăннă çулсем ăслăлăха вĕрентчĕр» терĕм.
(8) Анчах этеме ăшĕнчи чĕрĕлĕх сывлăшĕпе Пурне те Тытса Тăраканăн Сывлăшĕ ăс-тăн параççĕ иккен.
(9) Вăрăм ĕмĕрлисем çеç ăсчах мар, чăнлăха ваттисем çеç мар пĕлеççĕ.
(10) Çавăнпа ĕнтĕ итлĕр-ха мана, эпĕ те хамăн шухăшăма пĕлтерем теетĕп.
(11) Акă эпĕ сирĕн сăмахăра кĕтсе тăтăм, эсир хăвăр мĕн калассине шыранă хушăра сирĕн шухăшăра тимлерĕм.
(12) Сирĕн çине тинкерсе пăхса тăтăм, акă ĕнтĕ эсир пĕри те Иова тăрă шыв çине кăлараймастăр, унăн сăмахĕсене хирĕç тавăрса калаймастăр.
(13) «Ăслăлăх тупрăмăр: ăна этем мар, Турă питлет» тесе ан калăр.
(14) Эхер те вăл мана каланă пулсассăн, эпĕ сирĕн пек мар, урăхла сăмахпа хуравлăттăм.
(15) Хăраса ÿкрĕç, хирĕç калайми пулчĕç: калаçма та чарăнчĕç.
(16) Эпĕ темĕн пекех кĕтрĕм — вĕсем калаçмаççĕ, чарăнчĕç, урăх хуравламаççĕ,
(17) эппин, эпĕ хам енчен калам, хамăн шухăшăма пĕлтерем.
(18) Манăн калас сăмахăм туллиех, ăш-чикĕм тăвăнса тăрать.
(19) Ăшăм-чиккĕм — пăкăласа хунă такмакри эрех пек: çĕнĕ такмак пек çурăлса каясла тăратăп.
(20) Каламаллине калăп та — мана çăмăлрах пулĕ; апла калаçам эпĕ, тавăрса калам.
(21) Çыннине пăхмăп, нимĕнле çын умĕнче те йăпăлтатмăп:
(22) эпĕ йăпăлтатма пĕлместĕп: урăхла пулсассăн Пултараканăм мана халех вĕлерсе пăрахтăр.
33
(1) Иов, итле эппин манăн сăмаха, эпĕ мĕн каланине пурне те тăнла.
(2) Акă ĕнтĕ çăварăма уçатăп, чĕлхемпе пырăм хыпарлать.
(3) Эпĕ чунтан-вартан калаçатăп, чĕлхем тĕп-тĕрĕссине калать.
(4) Мана Турă Сывлăшĕ пултарнă, Пурне те Тытса Тăракан ман ăшăма чĕрĕлĕх вĕрсе кĕртнĕ.
(5) Пултараятăн пулсассăн — хирĕç тавăрса кала, тавлаш манпа, хÿтĕлен.
(6) Турă умĕнче эпĕ те — сан пекех, мана та, сан пекех, тăмран йăваласа тунă;
(7) çавăнпа санăн ман умра хăрамалли çук, манăн аллăм саншăн йывăр пулмĕ.
(8) Эсĕ мĕн каланине эпĕ хамах илтрĕм — санăн сăмахусем хăлхарах-ха:
(9) эсĕ: «таса эпĕ, çылăхсăр эпĕ, айăплă мар эпĕ, тÿрĕ мар ĕç тумастăп» терĕн,
(10) «Турă вара мана пĕр айăп çук çĕртен айăпларĕ, мана Хăйĕн тăшманĕ вырăнне хурать;
(11) манăн урана каска тăлă тăхăнтартрĕ, манăн пĕтĕм çул-йĕре сăнаса тăрать» терĕн.
(12) Эпĕ сана çапла хуравлатăп: эсĕ йăнăшатăн — Турă этемрен аслăрах.
(13) Унпала мĕншĕн тупăшмалла санăн? Вăл Хăйĕн пĕр ĕçĕшĕн те явап тытмасть.
(14) Турă пĕр тĕрлĕ калать, çавна асăрхамасассăн, тепĕр тĕрлĕ калать:
(15) çĕрле, çынсем ыйха путсассăн, этем вырăн çинче тĕлĕрсе кайсассăн, тĕлĕкре кăтартать.
(16) Çавăн чухне Вăл çын хăлхине уçать те ăс кĕртсе хăварать:
(17)-(18) Этем Чунне пĕтесрен хăтармашкăн, пурăнăçне хĕçрен çăлса хăвармашкăн — шухăшласа хунă пĕрпĕр ĕçне тума чарать, ăна мăнаçланма памасть.
(19) Е тата çын чирлесе выртнипе, пĕтĕм шăмми-шакки хăрушла сурнипе ăса кĕрет,
(20) вара пурăнăçĕ çăкăртан, чунĕ юратнă апатран пăрăнать.
(21) Ÿчĕ хухать — ĕнтĕ пăхмалăх та çук, халиччен палăрман шăмми шакăр тухса тăрать.
(22) Пурăнăçĕ — вилĕм патĕнчех, вилĕм кÿрекеннисем çывăхарсах килеççĕ.
(23) Пин Ангел хушшинчен пĕри ăна хÿтĕлекен, унăн тÿрĕлĕхне кăтартакан Ангел пулсассăн,
(24) Турă ăна хĕрхенĕ те калĕ: «вилĕмрен хăтар ăна; Эпĕ çырлахрăм» тейĕ.
(25) Вара унăн ÿчĕ-тирĕ çамрăк чухнехинчен те чĕрĕрех пулĕ; çамрăклăхĕ каялла таврăнĕ.
(26) Турра кĕлтăвĕ те — Вăл ăна хапăл пулĕ; ĕнтĕ Вăл ун çине савăнса пăхать, ăна ĕлĕкхи тÿрĕлĕхне тавăрса парать.
(27) Çав çын вара ыттисем çине пăхса çапла калĕ: «эпĕ çылăха кĕреттĕм, чăнлăха тÿнтерле кăтартаттăм, çапах Турă мана тивĕçлипе тавăрмарĕ;
(28) Вăл манăн чунăма вилĕмрен хăтарчĕ, мана кун çути пачĕ» тейĕ.
(29) Турă ĕнтĕ этемшĕн икĕ-виçĕ хутчен те çапла тăвать,
(30) çакна Вăл ăна вилĕмрен хăтарасшăн, уншăн пурăнăç çути çуталтăр тесе тăвать.
(31) Тăнла, Иов, итле мана, шăп тăр, эпĕ калаçам.
(32) Калас сăмаху пулсассăн — кала; кала — манăн сана тÿрре кăларас килет;
(33) каламалли çук пулсассăн, мана итле, ан чĕн, эпĕ сана ăслăлăха вĕрентĕп.
34
(1) Елиуй малалла каланă:
(2) манăн сăмахăма итлĕр, ăсчахсем, хăлхăра ман еннелле тайăр, ăслăпуçлă çынсем!
(3) Çăвар апат тутине пĕлнĕ евĕр, хăлха та сăмахсене уйăрса илет.
(4) Хамăр хушшăмăрта канаш тăвар та мĕн лайăххине палăртар.
(5) Акă Иов каларĕ-ха: «эпĕ тÿрĕ, анчах Турă мана сутпа тÿрре тухма памарĕ.
(6) Апла тÿрĕлĕхĕме суя вырăнне хумалла-и манăн? Пĕр айăпсăрах тÿрленми суранлантăм» терĕ.
(7) Иов пек çын тата пур-ши? Мăшкăлласа калаçни уншăн шыв ĕçни евĕр çеç;
(8) йĕркесĕр ĕç тăвакансемпе пĕрлешет вăл, çылăхлă çынсемпе явăçать.
(9) Вăл ĕнтĕ çапла каларĕ: «Турра юрăхлă пурăнни этеме усă кÿмест» терĕ.
(10) Эппин, итлĕр-ха мана, ăслă çынсем! Туррăн тĕрĕсмарлăх пулас çук, Пурне те Тытса Тăракан суя сут тăвас çук:
(11) Вăл этеме ĕçне кура тавăрса парать, кашнийĕ хăйне тивĕçлине илет.
(12) Чăнах, Турă тĕрĕсмарлăх тумасть, Пурне те Тытса Тăракан сута тÿнтер кăтартмасть.
(13) Турăсăр пуçне çĕре кам пăхса усрать? Пĕтĕм тĕнчене кам тытса тăрать?
(14) Эхер те Вăл чĕрине хупса хурас пулсассăн, Хăйĕн сывлăшне, пурăнăç чĕмне каялла Хăй патне илес пулсассăн,
(15) тĕнчери пĕтĕм чун çавăнтах пĕтсе ларнă пулĕччĕ, этем каллех тăпра пулса тăрĕччĕ.
(16) Асу-тăну пулсассăн итле çакна, тăнла манăн сăмахăма.
(17) Тÿрĕлĕхе курайманскер пуç пулса тăрайĕччĕ-и? Пуринчен те Тÿррине епле айăплăн эсĕ?
(18) Патшана: «эсĕ усал çын» теме юрать-и? улпутсене: «эсир йĕркесĕр çынсем» теме юрать-и?
(19) Вăл вара чаплă çынсене те уяса тăмасть, пуяна та чухăнран мала хумасть, мĕншĕн тесессĕн вĕсене пурне те Унăн алли пултарнă.
(20) Вĕсем сасартăк вилсе выртаççĕ; çĕр варринче халăх пăлханать те, вĕсем тĕп пулаççĕ; вăйлисене те вăйсăрах хăваласа кăлараççĕ.
(21) Этемĕн çулĕ-йĕрĕ — Турă куçĕ умĕнче, Вăл этемĕн пĕтĕм утăмне курса тăрать.
(22) Йĕркесĕр ĕç тăвакансене тарса пытанмашкăн тĕттĕм кĕтес те, вилĕм ĕмĕлки те çук.
(23) Çавăнпа ĕнтĕ Вăл этеме Хăй умне сута тăма та чĕнмест.
(24) Вăйлисене Вăл тĕпчесе тăмасăрах аркатать, вĕсем вырăнне урăххисене лартать:
(25) Вăл вĕсен ĕçĕсене тăрă шыв çине кăларать, хăйсене çĕрле сирпĕтет те — вĕсем тĕп пулаççĕ.
(26)- (27) Турăран пăрăннăшăн, Унăн çулĕсем çинчен шухăшламаншăн вĕсене Вăл, йĕркесĕр çынсене пĕтернĕ пек, ыттисем умĕнче пĕтерет,
(28) апла мĕскĕнсем йĕни Ун патне çитнĕ, Вăл асап тÿсекенсем йынăшнине илтнĕ.
(29) Вăл чĕнмест пулсассăн, Ăна кам айăплатăр? Сăнне пытарсассăн, Ăна кам курайтăр? Халăхшăн-и, пĕр çыншăн-и çакă — пĕрех:
(30) икĕ питлĕ çын патшара ан ларайтăр, халăхшăн таната ан пулайтăр.
(31) Турра çапла каламалла: «ĕнтĕ тÿссе куртăм, тек çылăха кĕмĕп.
(32) Пĕлместĕп пулсассăн, вĕрентсемччĕ мана; йĕркесĕр ĕç турăм пулсассăн, урăх тумăп» темелле.
(33) Турă мĕн кăтартасси эсĕ шухăшланă пек пулмалла-им? Эсĕ çакăнпа килĕшместĕн, апла санăн суйламалла, манăн мар; мĕн пĕлетĕн — çавна кала.
(34) Тăнлă-пуçлă çынсем çапла калĕç мана, итлесе тăракан ăсчах та çапла тейĕ:
(35) «Иов ăссăрла калаçать, унăн сăмахĕсем вырăнлă мар».
(36) Ман шутпа, йĕркесĕр çынсем пек калаçнăшăн Иова тĕплĕн сăнаса пăхмалла.
(37) Унсăрăн вăл çылăхĕ çумне çылăх хушĕ — Турăран татăлса ÿкĕ, пирĕн хушшăмăрта алă çупса çÿрĕ, Турра хирĕç тата ытларах каласа тултарĕ.
35
(1) Елиуй малалла каланă:
(2) «эпĕ Турăран тÿрĕрех» тенĕ сăмахна эсĕ тĕрĕсех тесе шутлатăн-и?
(3) Эсĕ: «мана тÿрĕ пурăннинчен мĕн усси?» терĕн, «çылăха кĕменни çылăха кĕнинчен мĕн тĕлĕшпе лайăхрах вара?» терĕн.
(4) Эпĕ сана хăвна та, санăн тусусене те хуравласа калатăп:
(5) пуçна çĕклесе тÿпенелле пăх-ха; пĕлĕтсем çине пăх — вĕсем санран çÿлерех.
(6) Эсĕ çылăха кĕнипе Турра мĕн тăвассу пур? усал ĕçÿсем йышлăланса пырсассăн та Турра мĕн кăтартассу пур?
(7) Эсĕ тÿрĕ пулса Ăна мĕн паратăн? Вăл санăн аллунтан мĕн илет?
(8) Санăн усаллăху ху пек этемшĕн çеç, тÿрĕлĕхÿ те этем ывăлĕшĕн çеç.
(9) Çынсем хĕсĕрлекенсем хĕн кăтартнипе йынăшаççĕ, вăйлисен алли асаплантарнипе ахлатаççĕ;
(10) анчах никам та çапла каламасть: «Турă, мана пултарнă Турă, ăçта-ши? çĕрле юрă паракан,
(11) пире çĕр çинчи выльăха панинчен ытларах ăс паракан, тÿпери вĕçен кайăка панинчен ытларах тăн паракан ăçта-ши?» темест.
(12) Кăшкăрсах йĕрсессĕн те усал çынсен мăнаçлăхне пула Турă вĕсене хуравламĕ.
(13) Анчах та Турă вĕсене илтмест тени, Пурне те Тытса Тăракан курмасть тени тĕрĕс мар.
(14) Эсĕ: «Ăна курмастăп» терĕн пулин те, сана сут тăвасси Ун аллинче — кĕтсех тăр.
(15) Унăн çилли тÿрех çитменнине кура Вăл усал ĕçе курмасть тетĕн-им?
(16) Иов çăмăлттайла калаçать, нимĕн шухăшламасăр сăмах тăкать.
36
(1) Елиуй малалла каланă:
(2) кăштах тăхта-ха — курăн акă: Турă çинчен каламалли татах пур-ха манăн.
(3) Сăмахăма инçетрен пуçлам, хама Пултараканăм çинчен тивĕçлине калам:
(4) манăн сăмахăм чăнах та суя мар: санăн умра — чăннине пĕлекен.
(5) Турă — хăватлă, Вăл никамран та йĕрĕнмест, Вăл ăслăлăхпа хăватлă;
(6) Вăл çылăхлисен хутне кĕмест, хурлăх тÿсекенсене тивĕçлине тавăрса парать;
(7) Турă тÿрĕ çынсене тÿртĕн тăмасть, вĕсене патша вырăнне лартать, ĕмĕрлĕхе асла кăларать.
(8) Эхер те вĕсене сăнчăрпа сăнчăрланă пулсассăн, вĕсене хĕн-хур тăлли тăлланă пулсассăн,
(9) Вăл вĕсене хăйсен йĕркесĕр ĕçĕсене кăтартса парать, мĕншĕн тесессĕн çав ĕçсем нумайланнă.
(10) Усаллăхран пăрăнччăр тесе, ăса кĕртмешкĕн вĕсенĕн хăлхине уçать.
(11) Ăна итлесе Уншăн ĕçлесе тăрсассăн, пурăнан кунĕсене ырă курса, ĕмĕрне савăнса ирттерĕç;
(12) итлемесессĕн, вĕсене çĕмрен хирсе тухĕ, вĕсем хăйсен ăссăрлăхĕпех пĕтĕç.
(13) Анчах икĕ питлĕ çынсем чĕринче çилĕ тытаççĕ, Турă хăйсене сăнчăрласа лартнă чухне Ăна тархасламаççĕ;
(14) çавăнпа вĕсем çамрăклах вилеççĕ, вĕсен ĕмĕрĕ аскăнчăксемпе пĕрле пĕтет.
(15) Турă мĕскĕне асапран хăтарать, пусмăрлăхра хăлхине уçать.
(16) Вăл сана та хĕсĕклĕхрен ирĕклĕхе кăларĕччĕ, унта йывăр пулмĕччĕ, сĕтелÿ тулли апатçимĕç пулĕччĕ;
(17) эсĕ ĕнтĕ йĕркесĕр çынсене урăмсурăм питлетĕн: питленипе айăплани юнашарах вăл.
(18) Асту, сана Турă çилли çитсе ан çаптăр! Сана пысăк тÿлев çăлса хăвараймĕ.
(19) Вăл сан пуянлăхна хака хурĕ-и? Çук, ылтăнна та, ытти мулна та ним хака та хумĕ.
(20) Халăхсене хăйсен вырăнĕнчех пĕтерес каçа ан кĕт эсĕ.
(21) Асту, усаллăх еннелле ан сулăн — асапсене сана ахаль мар ярса панă.
(22) Турă Хăйĕн хăвачĕпе аслă, Ун пек вĕрентекен кам пултăр?
(23) Ăна Хăйĕн çулне кам кăтартĕ, кам Ăна: «Эсĕ тĕрĕс мар тăватăн» теме пултарĕ?
(24) Унăн этем мухтакан ĕçĕсене мухтаса аслăлассине астусах тăр.
(25) Вĕсене пур çын та курма пултарать, этем вĕсене аякранах курса тĕлĕнет.
(26) Çапла, Турă аслă, эпир Ăна пĕлсе çитеес çук; Унăн çулĕсен хисепне пĕлеес çук.
(27) Вăл тумламăн-тумламăн шыв пухать; пухăнса çитсессĕн шывĕ çумăр пулса çăвать:
(28) пĕлĕтрен тăкăнса çынсем çине ытлăн-çитлĕн çăвать.
(29) Пĕлĕтсем мĕн талккăш сарăлса выртнине, Турă чатăрĕ кĕмсĕртетнине кам ăнкарса илейтĕр?
(30) Акă Вăл ун çийĕн Хăйĕн çутине сарать, тинĕс тĕпне çитиех çутатать.
(31) Çавăнтан Вăл халăхсене сут туса тăрать, çавăнтан тулăх çимĕç парать.
(32) Вăл Хăй аллинче çиçĕм тытса тăрать, кама аçа çапмаллине тĕллесе кăтартать.
(33) Ун çинчен аслати сасси пĕлтерет; ăна выльăхчĕрлĕх те туять.
37
(1) Çавна пула ĕнтĕ чĕрем сехĕрленет — сиксе тухасла тапăлтатать.
(2) Итлĕр, итлĕр Унăн сассине: Унăн çăварĕнчен тухакан аслати кĕрлевне.
(3) Аслати кĕмсĕртетни пĕтĕм тÿпе айĕпе сарăлать, тĕнче хĕрринех çутатса çиçĕм çиçет.
(4) Çиçĕм хыççăн аслати авăтса ярать; çапла Турă аслăлăхĕ кĕрлесе тăрать. Çиçĕм çиçет. Унăн сасси ăна çиçме чармасть.
(5) Турă сасси — аслати — тĕлĕнмелле, Вăл эпир ăнланса çитерейми аслă ĕçсем тăвать.
(6) Вăл юра: «çĕр çине çу» тет; йĕпхÿ çумăр та, шавкама çумăр та Унăн аллинче.
(7) Хăйĕн ĕçне пурте пĕлсе тăччăр тесе Вăл кашни çын алли çине пичет хурать.
(8) Ун чухне тискер кайăк хăй хÿтлĕхне пытанать, йăвинчен тухмасăр выртать.
(9) Кăнтăр енчен çилтăвăл килет, çурçĕр енчен сивĕ çитет.
(10) Турă вĕрнипе пăр пулать, шыв çиелтен шăнса ларать.
(11) Вăлах çумăр пĕлĕчĕсене шывпа тултарать, вара пĕлĕтсем Унăн çутине сапаласа тăраççĕ,
(12) вĕсем Турă ирĕкĕпе çула тухаççĕ: Вăл çĕр валли мĕн тума хушнине пĕтĕмпех тăваççĕ.
(13) Турă вĕсене е хаса пама, е ырăлăх кÿме, е хĕрхенме хушса ярать.
(14) Иов, чарăн, тимлĕн итле, Туррăн тĕлĕнмелле ĕçĕсем çинчен шухăшла.
(15) Турă вĕсене мĕнле тытса тăнине, çутта Хăй пĕлĕчĕ витĕр ялкăшма хушнине пĕлетĕн-и?
(16) Пĕлĕтсем мĕнле çакăнса тăнине — Тĕпĕ-йĕрĕпе Пĕлекенĕн тĕлĕнмелле ĕçне — ăнкараятăн-и?
(17) Вăл çĕре кăнтăр çилĕпе канăçтарсассăн санăн тумтирÿ епле вĕриленет?
(18) Шăратса кăларнă тĕкĕр пек пирчев пĕлĕтсене Турăпа пĕрле эсĕ карса хунă-и?
(19) Турра мĕн каламаллине вĕрентсемччĕ пире — эпир ку сĕмлĕхре нимĕн те тавçăрса илейместпĕр.
(20) Эпĕ мĕн каланине пĕлтерĕç-ши Ăна? Каланă сăмах Ун патне çитет теекен пур-и?
(21) Халĕ пĕлĕтсем витĕр йăмăх çутă курăнмасть, акă çил-тăвăл çитĕ те вĕсене сапаласа ярĕ.
(22) Уяр çанталăк çурçĕр енчен килет, Турă тавра — хăратса яракан аслă илем.
(23) Пурне те Тытса Тăракан! эпир Ăна пĕлсе çитейместпĕр. Вăл Хăйĕн хăвачĕпе, сучĕпе, яланах тÿрĕ сут тунипе аслă. Вăл никама та хĕсĕрлемест.
(24) Çавăнпа çынсем Унăн умĕнче хăраса-хисеплесе тăччăр, ăслă чĕреллисем пурте Унăн умĕнче чĕтĕресе тăччăр!
38
(1) [Елиуй калаçма чарăнсассăн,] Çÿлхуçа çил-тăвăл витĕр Иова çапла хуравласа каланă:
(2) кам çавă, пĕлмесĕр калаçса, Манăн ăслăлăха хурлаканĕ?
(3) Ар пулса халех пилĕкне çых: Эпĕ санран ыйтăп, эсĕ Мана ăнлантарса пар:
(4) Эпĕ çĕр никĕсне хывнă чухне эсĕ ăçтаччĕ? Пĕлетĕн пулсассăн — кала.
(5) Кам виçе хунă ăна, пĕлетĕн-и? кам вĕрен карăнтарса виçсе тухнă ăна?
(6)-(7) Ирхи çăлтăрсем пурте пĕрле хĕпĕртесе тăнă чухне,
Турă ывăлĕсем савăнăçлăн кăшкăракăшкăра янă чухне çĕр никĕсне мĕн çине хурса вырăнаçтарнă, унăн кĕтесри тĕп чулне кам хунă?
(8) Амăш варĕнчен çуралса тухнă пек тапса тухнă тинĕсе кам хапха лартса пÿлсе хунă?
(9) Эпĕ ăна пĕлĕтпе чĕркесе тĕтрепе пиелерĕм,
(10) унтан ăна йĕрке кăтартса патăм, хÿме хÿсе хапхапа пÿлсе лартрăм та:
(11) «çак тĕле çитетĕн те малалла каймастăн, мăнаçлă хумусен чикки çакăнта санăн» терĕм.
(12) Хăвăн ĕмĕрÿнте эсĕ хăçан та пулин çутăлса килекен ире хушса курнă-и, шурăмпуçне хăйĕн вырăнне кăтартса панă-и,
(13) ăна, çĕре хĕрринчен тытса, ун çинчен йĕркесĕр çынсене силлесе тăкма хушнă-и?
(14) пичет пуснă тăм улшăннă евĕр, çĕре çапла улшăнтарнă-и, ăна тĕрлĕ тĕслĕ тумтир пек курăнмалла тунă-и,
(15) йĕркесĕр çынсен çутине туртса илнĕ-и, вĕсен чăрсăр аллине аркатнă-и?
(16) Тинĕс тĕпне анса курнă-и эсĕ, çĕр тĕпне анса тĕпчесе тухнă-и?
(17) Санăн ирĕкÿпе вилĕм хапхи уçăлнă-и, вилĕм ĕмĕлкин хапхине курнă-и эсĕ?
(18) Çĕр анлăшне пăхса тухнă-и эсĕ? Пĕлетĕн пулсассăн ăнлантарса пар.
(19) Çутă килне каймалли çул ăçтарах, сĕмлĕхĕн вырăнĕ хăш тĕлерех?
(20) Эсĕ, паллах, сĕмлĕхĕн чиккине çитсе курнă, унăн килĕ патне каякан сукмака та пĕлетĕн.
(21) Пĕлетĕн, мĕншĕн тесессĕн эсĕ ун чухнех çуралнă пулнă, санăн ĕмĕрÿ питĕ вăрăм.
(22) Юр управăшĕсене кĕрсе курнă-и эсĕ, пăр пухмачĕсене курнă-и?
(23) Эпĕ вĕсене пăлхавлă саманапа вăрçă-харçă кунĕсем валли усратăп.
(24) Çутă хăш çулпа сарăлать, тухăç çилĕ çĕр çийĕн хăш йĕрпе вĕрсе тăрать?
(25)-(27) Чунсăр-чĕмсĕр çĕрте, çын пурăнман пушхирте çумăр çутармашкăн, пушхирсемпе çеçенхирсене шăвармашкăн, курăк вăррине шăтарса ÿстермешкĕн шыв çулĕсене кам уçса парать, аслатиллĕ çиçĕм çулне кам кăтартса тăрать?
(28) Çумăрăн ашшĕ пур-и? сывлăм тумламĕсене кам çуратать?
(29) Пăр кам варĕнчен тухать, тÿперен ÿкекен пас та — кам çуратать ăна?
(30) Шыв чул пек хытса ларать, тĕпсĕр авăрсем те çиелтен шăнаççĕ.
(31) Хим тĕввине çыхайăн-и эсĕ, Кесиль тÿлемне салтайăни?
(32) Çăлтăр ушкăнĕсене хăй вăхăтĕнче илсе тухайăн-и, Ас çăлтăра ачи-пăчипе пĕрле ертсе çÿрейĕн-и?
(33) Тÿпе йĕркине пĕлетĕн-и эсĕ, ăна çĕр хуçи пулмалла тăваятăн-и?
(34) Хăв çине тулăх çумăр çутармашкăн пĕлĕтсене кăшкăрса итлеттерейĕн-и?
(35) Çиçĕме хушса яраятăн-и, вăл каять-и, «эпĕ хатĕр» тесе калать-и сана?
(36) Чĕрене кам ăслăлăх хывнă, ăс-хакăла кам ăнлă тунă?
(37) «пĕлĕтсене хăй ăсĕпе кам пайăнпайăн шутласа илĕ, тусан пылчăк пулса выртнă чухне, çĕр катрамĕсем çыпăçăнса ларнă чухне çумăр витрине кам тытса тăрайĕ?
(39)-(40) Арăслансем хăйсен шăтăкĕнче выртнă чухне е хÿтĕре пытанса сыхласа тăнă чухне арăслан амийĕн тупăшне эсĕ тытса паратăн-и, çурисене эсĕ тăрантаратăн-и?
(41) Çăхан чĕпписем çиме çуккипе Турра йăлăнса кăшкăрса çÿренĕ чухне çăхан валли кам апат янтăлать?
39
(1) Эсĕ ту качаки хăш вăхăтра пăранланине пĕлетĕни, айпăлан пăруланине курнă-и?
(2) вĕсен пĕтĕ çÿрес уйăхĕсене шутласа параятăн-и? вĕсем хăш вăхăтра пăруласса пĕлетĕн-и?
(3) Пăрушĕсене пăруланă, путекĕсене пăранланă чухне, хăйсен ăшне пушатнă чухне вĕсем авкаланаççĕ;
(4) пăрушĕсем, путекĕсем аталанаççĕ те хирте ÿссе çитĕнеççĕ, пĕр уйăрăлса каяççĕ те амăшĕ патне таврăнмаççĕ.
(5) Хир ашакне кам ирĕке кăларса янă, ăна, кăкарса хунăскере, кам салтса вĕçертнĕ?
(6) Эпĕ ăна çеçенхирте пурăнмалла тунă, унăн килĕ — тăварлă шур.
(7) Хула шавĕ уншăн кулăшла, хăйне хăваласа кăшкăрнине илтмест вăл,
(8) вăл сăртсем çинче апат шыраса çÿрет, кашни курăк тунине хавас вăл.
(9) Хир вăкăрĕ сана пăхăнса тăрĕ-и, санăн сырăшу умĕнче çĕр каçĕ-и?
(10) Эсĕ ăна сухапуç кÿлейĕн-и, вăл сан хыççăн ануна сÿрелесе пырĕ-и?
(11) Вăл питех те вăйлине кура ăна ху тăвас ĕçе шанса парайăн-и?
(12) Ăна тырруна илсе килсе анкартине хывма шанайăн-и?
(13) Турткăш кайăка хитре çунат, страус кайăка мамăк-тĕк эсĕ панă-и?
(14) Çăмартисене страус çĕр çинех вĕри хăйăрпа ăшăнса выртма хăварать,
(15) вĕсене кам та пулин лапчăтасси çинчен, тискер кайăк пырса çĕмĕресси çинчен шутламасть;
(16) вăл хăйĕн чĕпписене хĕрхенмест, вĕсем уншăн — ют пекех, хăйĕн ĕçĕ харама каясран та шикленмест,
(17) мĕншĕн тесессĕн Турă ăна ăслăлăх паман, ăс-тăн парнелемен;
(18) хăй вара çунаттине сарать те юланута нимĕн мар кая хăварать.
(19) Урхамаха эсĕ вăй панă-и, унăн мăйне эсĕ çилхе çыхнă-и?
(20) Эсĕ ăна хĕрлĕ шăрчăка шуйхатнă пек хăратайăн-и? Вăл тулхăрнинчен сехре хăпмалла!
(21) Урипе кукалет, хăйĕн вăйĕпе хăй савăнать; кăрала хирĕç пырать;
(22) хăрушлăх уншăн — кулăш çеç, шикленмест, хĕçрен каялла чакмасть;
(23) ун çийĕн çĕмренсем шăхăрса вĕçеççĕ, ун тавра сăнă-хĕç ялтăрать;
(24) хĕрсе кайнăскер çĕре хаяррăн кăшлать, трупа кăшкăртнă чухне тĕк тăраймасть:
(25) трупа сассине илтсессĕн шаршар кĕçенсе ярать, çапăçăва аякранах сисет, çар пуçĕсен сассине, шăвшава таçтанах илтет.
(26) Хурчăка санăн ăсна пула вĕçсе çÿрет-и, эсĕ хушнипе çунаттине сарса кăнтăр еннелле ярăнать-и?
(27) Ăмăрткайăк санăн сăмахна итлесе çÿлтен çÿле вĕçет-и, эсĕ каланипе çÿлте йăва çавăрать-и?
(28) Вăл ту чакăлĕсен тăрринче пурăнать, сăрт хырçисемпе никам пырса кĕрейми вырăнсенче çĕр каçать;
(29) унта вăл хăй валли тупăш сыхласа ларать: куçĕ унăн инçетрине курать;
(30) чĕпписене вăл юнпа тăрантарать, ăçта виле — унта вăл.
(31) Çÿлхуçа Иова татах малалла каланă:
(32) Пурне те Тытса Тăраканпа тупăшаканĕ татах вĕрентĕ-и? Турра питлекенĕ Ăна хуравлатăр.
(33) Иов вара Çÿлхуçана çапла хуравласа каланă:
(34) акă эпĕ — мĕскĕн; ĕнтĕ Сана мĕн хуравлайăп? Çăварăма аллăмпа хуплатăп.
(35) Пĕрре каларăм, урăх чĕнессĕм çук, иккĕ те каларăм, тек шарламастăп.
40
(1) Çÿлхуçа çил-тăвăл витĕр Иова çапла хуравласа каланă:
(2) ар пулса пилĕкне çых: Эпĕ санран ыйтăп, эсĕ Мана ăнлантарса пар.
(3) Эсĕ Манăн сута пăрахăçласшăн-и, Мана айăпласа ху тÿрре тухасшăн-и?
(4) Санăн аллу Турă алли пек хăватлă-и? Санăн сассу Унăн сасси пек кисретÿллĕ-и?
(5) Апла аслăлăхпа аслăлан, чаплăлăхпа чаплăлан, илемлĕхпе илемлĕлен, çутăпа çутал;
(6) çиллÿн хаярлăхне кăлар, мĕнпур мăнаçли çине пăхса ил те — йăвашлат ăна;
(7) мăнкăмăллисем çине пăхса ил те — пурне те кĕçĕне хăвар, усал çынсене хăйсенĕн вырăнĕнчен ÿкер;
(8) пурне те вĕсене çĕр айне чавса чик, питне-куçне сĕмлĕхпе хупла.
(9) Вара Эпĕ те хăвăн сылтăм аллу хăвна çăласса ĕненĕп.
(10) Акă бегемот, ăна Эпĕ сана пултарнă пекех пултарнă; вăл, вăкăр пекех, курăк çиет;
(11) унăн пĕççи мĕнле тĕреклĕ, унăн вар-ÿчĕ епле çирĕп;
(12) кедр евĕрлĕ хÿрине сулкалать; пĕçĕ шăнăрĕсем явăна-явăна тăраççĕ;
(13) ури — пăхăр юпа пек; шăмми — тимĕр пăрăх пек;
(14) акă вăл — Турă çулĕсен пуçламăшĕ; ун патне ăна Пултараканĕ çеç хĕçне çывăхартĕ;
(15) сăрт-ту ун валли çимĕç кÿрсе тăрать, унта тĕрлĕрен тискер кайăк выляса çÿрет;
(16) вăл лапсака йывăç сулхăнĕнче, хăмăшлăх хÿттинче, шурлăхра канса выртать;
(17) лапсака йывăçсем ăна хăйсен сулхăнĕпе хупăрлаççĕ; ун тавра — шыв хĕрринчи хăвалăх;
(18) акă вăл çырмаран шыв ĕçсе тăрать, васкамасть; çăварне Иордан вăйкăнсассăн та канлĕхне çухатас çук вăл.
(19) Куçкĕретех кам ăна ярса тытайĕ, сăмсине кам пакурпа чиксе шăтарайĕ?
(20) Левиафана вăлтапа туртса кăларайăн-и эсĕ, чĕлхинчен кантрапа çаклатса илейĕн-и?
(21) сăмси шăтăкĕнчен ункă тирейĕни? янах шăммине йĕппе чиксе шăтарайăн-и?
(22) вара вăл сана тархаслĕ-и, йăлăнĕ-и, санпала йăвашшăн калаçĕ-и?
(23) санпала татулăх тăвĕ-и вăл, ăна яланлăха хăвăн чуру пулма илейĕн-и?
(24) пĕчĕкçĕ кайăкпа вылянă пек выляйăн-и унпа, ăна хăвăн хĕрачусем валли кăкарса хурайăн-и?
(25) пулăçă юлташусем ăна сутса ярайĕç-и, Ханаан купсисене пайăн-пайăн сутайĕç-и?
(26) унăн тирне сăнăпа чиксе шăтарайăн-и, пуçне пулăçă сăпрайĕпе лектерсе шăтарайăн-и?
(27) Асту, ун çине аллуна пĕрре çĕклесе пăхсассăн ÿлĕмрен кĕрешессÿ килмĕ.
41
(1) Ан та пикен: вăл пĕрре пăхнипех кайса ÿкмĕн-и?
(2) Ăна хирĕç тăма пултаракан хăюçах çук; Ман умра кам чăтса тăрайтăр вара?
(3) Ăна мĕн кирлине парса тăма кам Мана малтанах хушса хунă? тÿпе айĕнче мĕн пурри — пĕтĕмпех Манăн.
(4) Левиафан тăлпăвĕ çинчен, унăн вăйĕ çинчен, унăн килĕшÿллĕ илемĕ çинчен каламасăр хăвармăп.
(5) Унăн çиелти тумтирне кам сирсе пăрахайĕ, унăн мăшăр янах шăммийĕ патне кам хăйса çывăхарайĕ?
(6) Унăн пичĕн хапхине кам уçса пăхайĕ? унăн шăлĕсен икĕ унки — сехре хăппи;
(7) нăкă хупписем — хулкан пек, калама çук хÿхĕм; пичет пусса тухнă пек çирĕп вĕсем;
(8) пĕр-пĕринпе тачă çыхăннăран сывлăш та тухмасть вĕсен хушшинчен;
(9) çатах çыпăçăнса выртаççĕ вĕсем, пĕр-пĕринчен çатăрласа тытнă та — вĕçерĕнмеççĕ.
(10) Вăл ÿсĕрсессĕн çиçĕм ялтлатса илет; унăн куçĕсем — шурăмпуç куçĕсем;
(11) çăварĕнчен çулăм чĕлхи тапса тухать, вут хĕлхемĕ сирпĕнет;
(12) вĕресе ларакан чÿлмекрен е хурантан пăс тухнă евĕр, унăн сăмси шăтăкĕнчен тĕтĕм палкать.
(13) Унăн сывлан сывлăшĕ кăмрăка кăварлантарать, унăн çăварĕнчен çулăм ялкăшса тухать.
(14) Унăн мăйĕнче вăй пытанса тăрать, унăн умĕнчен сехмет чупса пырать.
(15) Унăн ÿчĕн тачка пайĕсем пĕрпĕринпе нăкă пĕтĕçсе тăраççĕ, чĕтренмеççĕ те.
(16) Унăн чĕри чул пек хытă, арманăн пустав чулĕ пек çирĕп.
(17) Вăл вырăнĕнчен хускалсассăн, вăйламас çынсем хăраса каяççĕ, сехĕрленнипе аптăраса ÿкеççĕ.
(18) Хĕç ăна тĕкĕннипех шарт хуçăлать, сăнă та, çĕмрен те, тимĕр тум та ăна тÿсеймест.
(19) Тимĕре вăл — улăм пĕрчи вырăнне, пăхăра çĕрĕк йывăç вырăнне хурать.
(20) Ăна ухă ачи те хăратса тартас çук; чулрав чулĕсем те уншăн — хывăх çеç.
(21) Чукмар уншăн — улăм пĕрчи вырăнне çеç; кĕске сăнă шăхăрса пынинчен кулать вăл.
(22) Унăн айĕнче — çивĕч чулсем, вăл пылчăк ăшĕнче çав чулсем çинче выртать.
(23) Тарăн авăра вăл хуранти шыва вĕретнĕ пек вĕретет, тинĕсе те вĕресе тăракан сĕрĕш пек тăвать;
(24) хăй хыçĕнчен йăлтăртатакан йĕр хăварса пырать; тĕпсĕр авăр шуррăн та кăваккăн курăнать.
(25) Ун евĕрли çĕр çинче урăх çук: ăна никамран хăрамалла мар пултарнă;
(26) вăл мăнаçлисем çине хăюллăн пăхать; мăнаçлăх ывăлĕсенĕн патши вăл.
42
(1) Иов Çÿлхуçана çапла хуравласа каланă:
(2) Эсĕ темĕн те тума пултарнине, Эсĕ тытнă шухăша никам та чараяс çуккине пĕлетĕп эпĕ.
(3) Кам çавă — Пурне те Курса Тăракана нимĕн шухăшламасăр айăплаканĕ? Чăнах, эпĕ хам ăнланса илейменни çинчен, хам пĕлмен тĕлĕнмелле ĕçсем çинчен калаçрăм.
(4) Эпĕ: эй Турă, итлесемччĕ, эпĕ калаçам, Санран мĕн ыйтнине мана ăнлантарса парсамччĕ, терĕм.
(5) Унччен эпĕ Сан çинчен илтнĕччĕ çеç; халĕ ĕнтĕ Сана куçăмпах куратăп;
(6) çавăнпа эпĕ хамăн сăмахăма каялла илетĕп, тусанпа кĕл çине ÿксе ÿкĕнетĕп.
(7) Иова каламалли сăмахне каласа пĕтерсессĕн, Çÿлхуçа Феман çыннине Елифаза каланă: сана тата санăн икĕ тусна çилленнипе çиллĕм вĕресе тăрать: Ман çинчен эсир Манăн Иов чурам чухлĕ тĕрĕс каламарăр.
(8) Ĕнтĕ çичĕ пăру, çичĕ сурăх илĕр те Манăн Иов чурам патне кайăр, хăвăршăн парне кÿрĕр; Манăн Иов чурам сирĕншĕн кĕлтăвĕ, Эпĕ унăн кĕллине анчах хапăл илĕп: Ман çинчен Манăн Иов чурам чухлĕ тĕрĕс каламаншăн сирĕн асап курмалла ан пултăр, тенĕ.
(9) Вара Феман çынни Елифаз, Савхея çынни Вилдад тата Наама çынни Софар кайнă та Çÿлхуçа хушнă пек тунă, — Çÿлхуçа Иов кĕллине хапăл илнĕ.
(10) Хăйĕн тусĕсемшĕн кĕлтунă хыççăн Иова Çÿлхуçа вăл мĕн çухатнине каялла тавăрса панă; Çÿлхуçа Иова унчченхинчен икĕ хут нумайрах панă.
(11) Вара Иов патне пĕтĕм тăванĕ — арçынĕ, хĕрарăмĕ — тата пĕтĕм пĕлĕшĕ пуçтарăннă, унăн килĕнче унпа пĕрле çăкăр-тăвар ларса çинĕ, ун çине Çÿлхуçа янă асапсемшĕн унпа пĕрле куляннă та, ăна лăплантарнă та; кашнийĕ ăна пĕрер кесита тата пĕрер ылтăн çĕрĕ парнеленĕ.
(12) Турă вара Иовăн юлашки кунçулне унчченхинчен те ытларах пилленĕ: унăн ĕнтĕ вунтăватă пин пуç вак выльăх, ултă пин пуç тĕве, пин мăшăр ĕç вăкăрĕ, пин пуç ама ашак пулнă.
(13) Унăн çичĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуралнă.
(14) Аслă хĕрне вăл — Емима ятлă, вăталăх хĕрне — Кассия ятлă, кĕçĕн хĕрне Керенгаппух ят хунă.
(15) Иов хĕрĕсем пек хÿхĕм хĕрарăмсем урăх тĕнчипе те пулман, ашшĕ вĕсене те ывăлĕсемпе танах еткерлĕх уйăрса панă.
(16) Çавăн хыççăн Иов тата çĕр хĕрĕх çул пурăннă, ывăлĕсене те, ывăлĕсен ывăлĕсене те тăватă сыпăка çитиччен курнă.
(17) Иов ватăлса çитсе, тăраниччен пурăнса вилнĕ.
{ Славянла Библире Иов кĕнеки çумне çапла хушса çырнă: «Вăл Çÿлхуçа чĕртсе тăратакансемпе пĕрле каллех чĕрĕлсе тăрать» тесе çырни пур. Ун çинчен Сири кĕнекинче каласа кăтартнă: вăл Авситиди çĕрĕнче Идумейăпа Арави чиккинче пурăннăмĕн: малтан вăл Иовав ятлă пулнă. Арави хĕрне качча илнĕ, вăл ăна Еннон ятлă ывăл çуратса панă. Ашшĕ унăн Исав ывăлĕсен ывăлĕ Зареф, амăшĕ Воссора пулнă, çапла вăл, Авраамран шутласа кайсассăн, пиллĕкĕмĕш сыпăкри пулнă. Вăл тытса тăнă Эдом çĕршывĕнче çаксем патшара ларнă: пĕрремĕшĕ Веор ывăлĕ Валак, унăн хули Деннава ятлă пулнă; Валак хыççăн — Иов теекен Иовав; ун хыççăн — Ассом, Феман çĕршывĕнчен тухнă игемон; ун хыççăн — Варад ывăлĕ Адад, Моав хирĕнче Мадиана çĕнтернĕскер, унăн хули Гефем ятлă пулнă. Иов патне пынă тусĕсем: Елифаз [Софан ывăлĕ], Исав ывăлĕсенчен тухнăскер, Феман патши; Савхейăна тытса тăнă Валдад [Ховар Амнонĕн ывăлĕ]; Минея патши Софар. [Елифаз ывăлĕ Феман, Идумея игемонĕ. Ун çинчен Сири кĕнекинче: вăл Авситиди çĕрĕнче, Евфрат юханшывĕ çывăхĕнче пурăннă; малтан унăн ячĕ Иовав пулнă, ашшĕ унăн хĕвелтухăçĕнчен килнĕ Зареф пулнă тесе çырнă.}
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓
[…] вăл калат̌ вара: мана никам куçĕ те курмаст̌ ĕнтĕ, тет (Іов. 24, 14—15). Аскăнланса çÿрекен çыннăн айăпĕ вăрă айăпĕнђен те […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] вăл калат̌ вара: мана никам куçĕ те курмаст̌ ĕнтĕ, тет (Іов. 24, 14—15). Аскăнланса çÿрекен çыннăн айăпĕ вăрă айăпĕнђен те […]
КилĕштересКилĕштерес