Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Неемия Кĕнеки
1
(1) Ахалия ывăлĕ Неемия каласа пани. Артаксеркс патша çирĕммĕш çул патшара ларнă чухне, кислев уйăхĕнче, эпĕ Сузă керемĕнче пулнă.
(2) Ман патăма Иудейăран тăванăмсенчен пĕри, Ханани, тата унпа пĕрле темиçе çын çитрĕç. Эпĕ вĕсенчен тыткăнран чĕрĕ юлнă иудейсем çинчен, Иерусалим çинчен каласа пама ыйтрăм.
(3) Вĕсем мана каларĕç: тыткăнра пулса чĕрĕ юлнисем унта, хăйсен çĕршывĕнче, хĕнасап курса, мĕскĕн пурăнăçпа пурăнаççĕ; Иерусалим хÿмине аркатса тăкнă, хапхисене вутпа çунтарса янă, терĕç.
(4) Çак сăмахсене илтсессĕн, эпĕ лартăм та йĕрсе ятăм, темиçе кун хуйхăрса çÿрерĕм, типĕ тытрăм, çÿлти Турра кĕлтурăм,
(5) ĕнтĕ çапла каларăм: эй тÿпери Çÿлхуçа Турă, аслă та хăрушă Турă! Эсĕ Хăвна юратакансене, Хăвăн ÿкĕтÿсене уяса пурăнакансене ырăлăх кÿрсе халала тытса тăратăн.
(6) Хăвăн чуру тăвакан кĕлле илтмешкĕн Санăн хăлху тимлĕ пулинччĕ, куçу уçă пулинччĕ: эпĕ кунĕнçĕрĕн Санăн умăнта Израиль ывăлĕсемшĕн, Хăвăн чурусемшĕн кĕлтăватăп, Израиль ывăлĕсенĕн çылăхĕсене каçарма тархаслатăп — эпир Сан умăнта çылăха кĕтĕмĕр, эпĕ те, ман аттем килĕ те çылăха кĕтĕмĕр.
(7) Эпир Сан умăнта айăпа кĕтĕмĕр, Эсĕ Хăвăн Моисей чуруна панă ÿкĕтсене, йĕркесемпе кăтартусене тытса пыраймарăмăр.
(8) Анчах Эсĕ Хăвăн Моисей чуруна каланă сăмахна асна илсемччĕ, «эсир айăпа кĕрес пулсассăн, Эпĕ сире халăхсем хушшине сапаласа ярăп,
(9) Ман енне çаврăнсассăн вара, Манăн ÿкĕтĕмсене уяса тăрсассăн, вĕсене пурăнăçласа тăрсассăн, хăвăра тÿпе хĕрринех хăваласа ярас пулсассăн та, сире унтан та пуçтарса тухăп та Хамăн ятăм валли суйласа илнĕ вырăна илсе килĕп» тенине асна илсемччĕ.
(10) Вĕсем — Санăн чурусем, Санăн халăху, Эсĕ ăна Хăвăн аслă хăватупа, Хăвăн вăйлă аллупа тÿлесе илнĕ.
(11) Эй Çÿлхуçамăм, Сана кĕлтăватăп! Хăвăн чурун кĕллине, Санăн ятунтан хăранипе телейлĕ чурусен кĕллине итлеме хăлхуна тайсамччĕ. Халĕ ĕнтĕ Хăвăн чуруна пулăшма васкасамччĕ, çак çыннăн кăмăлне ман майлă çавăрсамччĕ, терĕм. Эпĕ ун чухне патша патĕнче эрех парса тăраканĕ пулнă.
2
(1) Ку Артаксеркс патша çирĕммĕш çул патшара ларнă чухне, нисан уйăхĕнче, пулса иртрĕ. Эпĕ патшана эрех тултарса патăм. Патша унччен нихăçан та эпĕ хурлăхлă пулнине курманччĕ.
(2) Патша мана каларĕ: мĕншĕн сăну хурлăхлă санăн? Çук, эсĕ чирлĕ мар, сана темĕскер канăç памасть пулмалла, терĕ. Эпĕ хăрасах ÿкрĕм те
(3) патшана каларăм: ĕмĕрĕмĕр пурăнтăр патша! Хуламăм, аттемсен тупăкĕсен килĕ, юхăнса юлнă пулсассăн, хула хапхисене вутçулăмпа çунтарса янă пулсассăн, епле хурлăхлă ан пултăрха сăнăм? терĕм.
(4) Патша мана: мĕн кирлĕ сана? терĕ. Эпĕ çÿлти Турра кĕлтурăм та
(5) патшана каларăм: патшашăн кăмăллă пулсассăн, санăн умăнта чуру ырăлăх тупрĕ пулсассăн, мана Иудейăна — аттемсен тупăкĕсен хулине — ярсамччĕ, эпĕ ăна юсаса тирпее кĕртем, терĕм.
(6) Вара патша, — ун çумĕнче майра патша ларатчĕ, — каларĕ мана: эсĕ нумайлăха каясшăни, хăçан таврăнатăн? терĕ. Çапла патша мана яма килĕшрĕ. Эпĕ вăхăтне палăртрăм.
(7) Каларăм: патшанăн кăмăлĕ пулсассăн, вăл мана юханшыв леш енчи çĕрсен пуçлăхĕсене кăтартма çырусем çырса патăрччĕ: çапла вĕсем мана Иудейăна пĕр чăрмавсăр çитсе ÿкме паччăр, терĕм,
(8) çавăн пекех патша вăрманĕсене пăхса тăракан Асаф валли çырнă çыру та пултăрччĕ: вăл мана Турă Çурчĕ çумĕнчи керем хапхи валли, хула хÿми валли тата хам пурăнас çурт валли йывăç патăрччĕ, терĕм. Патша мана çав çырусене çырса пачĕ, мĕншĕн тесессĕн ман çинче ĕнтĕ Туррăмăн ырăлăх кăтартакан алли тăнă.
(9) Вара эпĕ юханшыв леш енчи çĕрсен пуçлăхĕсем патне кайрăм, вĕсене патша çырăвĕсене патăм. Патша манпа пĕрле темиçе çарпуç тата утлă çар çыннисем янăччĕ.
(10) Хорон çынни Санаваллат тата аммонсен пуçлăхĕ Товия, çакна илтсессĕн, Израиль ывăлĕсемшĕн тăрăшакан çын килнĕшĕн питĕ кăмăлсăр пулчĕç.
(11) Çапла вара эпĕ Иерусалима çитрĕм. Унта виçĕ кун пурăнсассăн
(12) хамăн темиçе çыннăмпа пĕрле çĕрле тăрса тухрăм, Туррăм хушнипе чĕремре Иерусалим валли мĕнле ĕç тума шухăшласа хунине никама та каламарăм; хам ларса пыракан ашаксăр пуçне пирĕн урăх выльăх çукчĕ.
(13) Çапла çĕрле, Айлăм хапхи витĕр тухса, Аçтаха çăлкуçĕ еннелле кайрăм, Тислĕк хапхи патне çитрĕм, Иерусалимăн ишĕлнĕ хÿмине, вутпа çунтарса янă хапхисене пăхса çаврăнтăм.
(14) Çăлкуç хапхипе Патша кÿлли патне çитрĕм, анчах ку вырăнтан юлан кайма май пулмарĕ те,
(15) эпĕ лапампа каялла хăпартăм, хÿмене пăхса çаврăнтăм та каллех, Айлăм хапхи витĕр иртсе, каялла таврăнтăм.
(16) Пуçлăхра тăракансем эпĕ ăçта çÿренине, мĕн тунине пĕлеймесĕрех юлчĕç: иудейсене те, свя щенниксене те, ятлăсумлă çынсене те, пуçлăхсене те, ыттисене те — çав ĕçе тăвасскерсене — эпĕ çак таранччен нимĕн те каламанччĕ.
(17) Ĕнтĕ вĕсене каларăм: хăвăрах куратăр, мĕн тери синкерсехмет тÿсетпĕр эпир: Иерусалим пушпушă, ун хапхисене çунтарса янă; тытар та Иерусалим хÿмине туса лартар, малашне çапла мăшкăл курса пурăнар мар, терĕм.
(18) Эпĕ вĕсене Туррăм маншăн кăмăллă пулнине тата патша хама мĕн каланине те каласа патăм. Вĕсем: тытăнас! терĕç, ĕнтĕ аллисене ырă ĕç тума тĕреклĕлетрĕç.
(19) Çакăн çинчен илтсессĕн, Хорон çынни Санаваллат, аммонсен пуçлăхĕ Товия, Арави çынни Гешем пирĕнтен кулчĕç, йĕрĕнсе каларĕç: мĕн ĕç тăватăр вара эсир? Патшана хирĕç çĕкленес теместăри капла? терĕç.
(20) Эпĕ вĕсене хуравласа каларăм: Çÿлти Турă пире пулăшма васкать, эпир ĕнтĕ, Унăн чурисем, хуламăра юсама тытăнăпăр, сирĕн вара Иерусалимра пай та, ирĕк те, тивĕç те çук, терĕм.
3
(1) Вара аслă священник ЕЛияшив тата унăн священник тăванĕсем ĕçе тытăнчĕç те Сурăх хапхине туса лартрĕç: вĕсем ăна тасалăх тивлечĕ кÿчĕç, алăкĕсене лартрĕç, Меа пашнинчен пуçласа Хананел пашни таранах тасалăх тивлечĕ кÿчĕç.
(2) Вĕсен çывăхĕнче Иерихон çыннисем хÿме хÿрĕç, кусемпе юнашар Имрий ывăлĕ Закхур ĕçлерĕ.
(3) Пулă хапхине Сенаа çыннисем турĕç: вĕсем хапха тăррине витрĕç, алăкĕсене çакрĕç, вĕсен çăрисемпе сăлăпĕсене лартрĕç.
(4) Вĕсемпе юнашар хÿмен тепĕр сыпăкне Меремоф — Гакоц ывăлĕн Уриян ывăлĕ — юсарĕ; вĕсен çумĕнчи сыпăка Мешуллам — Мешизабел ывăлĕн Берехиян ывăлĕ — юсарĕ; вĕсен çумĕнчи сыпăка Баана ывăлĕ Садок юсарĕ;
(5) вĕсен çумĕнчи сыпăка Фекоя çыннисем юсарĕç; анчах вĕсенĕн чаплă çыннисем хăйсен Çÿлхуçишĕн пилĕк авмарĕç, ĕçлемерĕç.
(6) Кивĕ хапхана Пасеах ывăлĕ Иоиада тата Бесодия ывăлĕ Мешуллам юсарĕç: вĕсем хапха тăррине витрĕç, алăкĕсене, вĕсен çăрисемпе сăлăпĕсене лартрĕç.
(7) Вĕсен çумĕнчи сыпăка Гаваон çынни Мелатия тата Мероноф çынни Иодан — юханшыв леш енчи çĕр пуçлăхне пăхăнса тăракан Гаваонпа Мицфа çыннисем — юсарĕç.
(8) Вĕсен çумĕнчи сыпăка Харгаия ывăлĕ Уззиил, ылтăнкĕмĕл ăсти, юсарĕ, ун çумĕнчи сыпăка Ханания, ырă шăршăллă сĕрĕш тăваканскерĕ, юсарĕ. Çапла Иерусалима Сарлака хÿме патне çитиччен юсаса тухрĕç.
(9) Вĕсен çумĕнчи хÿме сыпăкне Хур ывăлĕ Рефаия, Иерусалим çĕрĕн çуррине тытса тăраканĕ, юсарĕ.
(10) Вĕсен çумĕнчи сыпăка, хăйĕн пÿрчĕпе тĕлметĕлех вырăна, Харумаф ывăлĕ Иедаия юсарĕ, ун çумĕнчи сыпăка Хашавния ывăлĕ Хаттуш юсарĕ.
(11) Хÿмен тепĕр сыпăкне Харим ывăлĕ Малхия тата Пахаф-Моав ывăлĕ Хашшув юсарĕç; Кăмака пашнине те вĕсемех юсарĕç.
(12) Вĕсен çумĕнчи сыпăка Галлохеш ывăлĕ, Иерусалим çĕрĕн çуррине тытса тăракан Шаллум тата унăн хĕрĕсем юсарĕç.
(13) Айлăм хапхине Ханун тата Заноах çыннисем юсарĕç: вĕсем хапха турĕç, алăкĕсене çакрĕç, çăрисемпе сăлăпĕсене лартрĕç; вĕсемех хÿмене пин чике тăршшĕ, Тислĕк хапхи патне çитиччен, юсарĕç.
(14) ‘Гислĕк хапхине вара Малхия — Рехав ывăлĕ, Бефкарем çĕрĕн пуçлăхĕ — юсарĕ: вăл хапха турĕ, алăкĕсене çакрĕ, çăрисемпе сăлăпĕсене лартрĕ.
(15) Çăлкуç хапхине Шаллум — Колхозей ывăлĕ, Мицфа çĕрĕн пуçлăхĕ — юсарĕ: вăл хапха турĕ, тăррине витрĕ, алăкĕсене çакрĕ, çăрисемпе сăлăпĕсене лартрĕ; патша сачĕпе тĕлметĕл вырăнаçнă Селах пĕви патĕнчи хÿмене те, Давид хулинчен анаталла анакан картлашкасем таран, вăлах юсарĕ.
(16) Неемия вара — Азбук ывăлĕ, Бефцур çĕрĕн çуррине тытса тăраканĕ — хÿмен тепĕр сыпăкне Давид тупăклăхĕ патне çитиччен, алтса тунă пĕвепе Паттăрсен çурчĕ таран юсарĕ.
(17) Ун çумĕнчи сыпăка Левитсем тÿрлетрĕç; Ваний ывăлĕ Рехум юсарĕ; унпа юнашар Хашавия, Кеиль çĕ рĕн çуррине тытса тăраканĕ, хăй çĕрĕшĕн ĕçлерĕ.
(18) Ун çумĕнчи сыпăка вĕсен тăванĕсем юсарĕç: вĕсене Хенанад ывăлĕ Баввай, Кеиль çĕрĕн çуррине тытса тăраканĕ, ертсе пычĕ.
(19) Хÿмен тепĕр сыпăкне — кăрал çурчĕ патне улăхакан тĕлти кĕтесе — Иисус ывăлĕ Езер, Мицфа пуçлăхĕ, юсарĕ.
(20) Ун çумĕнчи сыпăка Забвай ывăлĕ Варух юсарĕ, вăл питех те тăрăшса ĕçлерĕ — кĕтесрен пуçласа аслă священник ЕЛияшив çурчĕн алăкĕ патне çитиччен юсаса тухрĕ.
(21) Ун çумĕнчи сыпăка, ЕЛияшив çурчĕн алăкĕ патĕнчен пуçласа çурт вĕçне çитиччен, Меремоф — Гакоц ывăлĕн Уриян ывăлĕ — юсарĕ.
(22) Ун çумĕнчи сыпăка çав вырăнта пурăнакан священниксем юсарĕç.
(23) Малалла Вениаминпа Хашшув хăйсен çурчĕ тĕлĕнче юсарĕç; Азария вара — Анания ывăлĕн Маасеян ывăлĕ — хăйĕн çурчĕ тĕлĕнче юсарĕ.
(24) Тата малалла, хÿмен тепĕр сыпăкне, Азария çуртĕнчен пуçласа кĕтеспе çул кукрине çитиччен, Хенадад ывăлĕ Биннуй юсарĕ.
(25) Узай ывăлĕ Фалал кĕтес тĕлĕнче тата тĕрме картишĕ çумĕнчи патша çурчĕн — Тури çуртăн — çÿллĕ пашни тĕлĕнче ĕçлерĕ. Унран лерелле Парош ывăлĕ Федаия ĕçлерĕ.
(26) Левитсене пулăшакансем вара, Офелра пурăнаканскерсем, тухăç енчи Шыв хапхи тĕлне çитиччен, çÿллĕ пашне тĕлне çитиччен юсаса тухрĕç.
(27) Тата малалла, хÿмен тепĕр пайне, — пысăк та çÿллĕ пашне патĕнчен пуçласа Офел хÿмине çитиччен — Фекоя çыннисем юсарĕç.
(28) Лаша хапхинчен лерелле священниксем кашнийĕ харпăр хăй килĕ тĕлĕнче юсарĕ.
(29) Вĕсенчен леререх Иммер ывăлĕ Садок хăй çурчĕ тĕлĕнче юсарĕ, ун çумĕнчи сыпăка вара Шехания ывăлĕ Шамаия — тухăç енчи хапха хуралçи — юсарĕ.
(30) Малалла, хÿмен тепĕр пайне, Шелемия ывăлĕ Ханания тата Цалафăн улттăмĕш ывăлĕ Ханун юсарĕç. Вĕсенчен леререх Берехия ывăлĕ Мешуллам хăй пÿлĕмĕ тĕлĕнче юсарĕ.
(31) Ун çумĕнчи сыпăка, Левитсене пулăшакансемпе сутуçăсен çурчĕ таран, кĕтесри пурăнмалли çурт таран, Хурал хапхипе тĕлметĕл, Гацорфий ывăлĕ Малхия юсарĕ.
(32) Кĕтесри çуртпа Сурăх хапхи хушшине ылтăнкĕмĕл ăстисемпе сутуçăсем юсарĕç.
4

(1) Санаваллат, эпир хÿме туни çинчен илтсессĕн, тарăхса талăрсах кайнă. Иудейсене мăшкăлласа,
(2) вăл хăйĕн тăванĕсемпе Самарири çар çыннисем умĕнче çапла каланă: мĕн тăваççĕха çак мĕскĕн иудейсем? тăваççехши? парне те кÿрĕçши? ĕçне туса пĕтерĕçши? ишĕлчĕк купинчи чулсенчен, çуннăĕннĕ чулсенчен, çĕнĕ чулсем тăвĕçши? тенĕ.
(3) Унпа юнашар пулнă аммон çынни Товия тата çапла каланă: ан тив, туччăрах; тилĕ сиксе хăпарĕ те — вĕсен чул хÿми ишĕлсе те анĕ! тенĕ.
(4) Туррăмăр, илтсемччĕ пире, пирĕнтен епле йĕрĕнсе кулаççĕ, вĕсен хăртса каланă сăмахĕсене хăйсен пуçĕ çинех çавăр; вĕсем тыткăна, ют çĕре лекчĕр, мăшкăл курччăр,
(5) вĕсен йĕркесĕр ĕçĕсене ан каçар, вĕсен çылăхĕ те Сан умăнта ан çухалтăр, мĕншĕн тесессĕн вĕсем хÿме юсакансене кÿрентерчĕç!
(6) Эпир пĕрех ĕçе пăрахмарăмăр, ĕнтĕ пĕтĕм хÿмене çурри таран хăпартнăччĕ. Халăхăн ĕçлес хастарлăхĕ çителĕклехчĕ.
(7) Санаваллатпа Товия, Арави çыннисемпе аммонсем тата Азот çыннисем, Иерусалим хÿмисене çĕнĕрен туни çинчен, юхăннăçĕмĕрнĕ вырăнсене питĕрни çинчен илтсессĕн, питĕ хытă тарăхнă.
(8) Вара Иерусалим çине пурте пĕрле вăрçăпа кайма, унти ĕçе чарса лартма сăмах татнă.
(9) Эпир хамăр Туррăмăра кĕлтурăмăр, вĕсенчен сыхланмашкăн вĕсене хирĕç кунĕнçĕрĕн хурал тăратрăмăр.
(10) Анчах иудейсем каларĕç: йăтмарçăсен вăйхалĕ чакрĕ, ванчăк чул вара ытла та нумай; эпир хÿме тума пултараймастпăр, терĕç.
(11) Пирĕн тăшмансем вара çапла каларĕç: вĕсем эпир хăйсен хушшине сасартăк пырса кĕнине, хăйсене çĕмĕрсе тăкни не пĕлмесĕрехкурмасăрах юлĕç — çапла вĕсен ĕçне чарса лартăпăр! терĕç.
(12) Вĕсен çывăхĕнче пурăнакан иудейсем «сирĕн çине пур енчен те тапăнаççĕ» тесе пĕр вунă хут та каларĕç пире,
(13) çакăн хыççăн эпĕ хула çумĕнчи айлăм вырăнсене, хÿме леш енне, уçă вырăнсене халăха ăрусем тăрăх, хĕçсемпе, сăнăсемпе, ухăсемпе тăратса тухрăм.
(14) Вара пăхса çаврăнтăм та, тăтăм та аслă çынсемпе пуçлăхсене тата ытти халăха çапла каларăм: вĕсенчен ан хăрăр; аслă та хăрушă Çÿлхуçамăра асра тытăр, хăвăр тăванăрсемшĕн, хăвăр ывăлăрсемпе хĕрĕрсемшĕн, хăвăр арăмăрсемпе килĕрсемшĕн çапăçăр, терĕм.
(15) Пирĕн тăшмансем ĕнтĕ хăйсен шухăшĕ пирĕншĕн пĕтĕмпе паллă пулнине, Турă вĕсен тĕллевне путарнине ăнкарса илнĕ; эпир вара пурсăмăр та хÿме патне, кашнийĕ хăйĕн ĕçĕ патне таврăнтăмăр.
(16) Çав кунран пуçласа вара ман çумри çамрăк çынсем çур халăхĕ ĕçлетчĕ, çурри сăнăпа, хулканпа, ухăпа, тимĕр тумтирпе авăрланнăччĕ; çарпуçсем яланах хÿме хăпартакан Иудея çыннисемпе юнашар пулчĕç.
(17) Хÿме хăпартакансемпе йăтмарçăсем ĕнтĕ хăрах алăпа ĕç турĕç, тепĕринпе сăнă тытсах тăчĕç.
(18) Хÿме тăвакансем кашниех пилĕкĕнчен хĕç çакса янăччĕ, çапла ĕçлерĕç вĕсем. Манпа юнашарах трупа кăшкăртакан тăратчĕ.
(19) Вара эпĕ аслă çынсемпе пуçлăхсене, ытти халăха каларăм: ĕçĕ ку пысăк та анлă, эпир хÿме тăрăх саланса пĕтнĕ, пĕрпĕринчен аякра ĕçлетпĕр;
(20) çавăнпа та трупа сассине хăш енчен илтетĕр, çав вырăна пирĕн пата пуçтарăнăр; Туррăмăр пирĕн хута кĕрсе çапăçĕ, терĕм.
(21) Çапла ĕçлерĕмĕр эпир; çур халăх мĕн шуçăмран пуçласа çăлтăрсем курăничченех сăнăпа тăчĕ.
(22) Çавăн чухне эпĕ халăха тата çапла каларăм: кашниех хăйĕн чуритарçипе пĕрле Иерусалимрах çĕр выртса тăтăр, — вĕсем çĕрле хуралта, кăнтăрла ĕçре пулĕç, терĕм.
(23) Эпĕ те, манăн тăванăмсем те, тарçăмсем те, манпа пĕрле çÿрекен хуралçăсем те çывăрнă чухне те çири тумтире хывман, сылтăм аллинчен хĕçне яман.
5
(1) Халăх хушшинче пысăк ÿпкелешÿ пуçланчĕ, хĕрарăмсем те хăйсен иудей тăванĕсене ÿпкелесе калаçрĕç.
(2) Çапла калакансем пулчĕç: эпир йышлăн, ывăлăмăрсемпе хĕрĕмĕрсем нумай; пирĕн тырă тупасчĕ, çăкăр çиесчĕ, чĕрĕ юласчĕ, терĕç.
(3) Çапла калакансем те пулчĕç: выçăпа аптăраса, тырă тупмашкăн эпир хамăр уйсене, иçĕм çырли пахчисене, хамăр çуртсене саклата паратпăр, терĕç.
(4) Çапла калакансем те пулчĕç: эпир патша хырçине тÿлесе татма хамăр уйсемпе иçĕм çырли пахчисене саклата парса кивçен кĕмĕл илетпĕр;
(5) пирĕн ÿтĕмĕр те хамăр тăванăмăрсен ÿчĕсем пекех, пирĕн ывăлăмăрсем те вĕсен ывăлĕсем пекех, анчах пирĕн хамăр ывăлăмăрсемпе хĕрĕмĕрсене чурана пама тивет, пирĕн хĕрĕмĕрсем хăшĕпĕри пусмăрлăхра ĕнтĕ. Вĕсене тÿлесе илме аллăмăрта нимĕнле вăй та çук; пирĕн уйсемпе иçĕм çырли пахчисем те урăххисен аллинче, терĕç.
(6) Вĕсем çапла ÿпкелешсе калаçнине илтсессĕн, эпĕ питĕ тарăхрăм.
(7) Чĕрем те пăлханса кайрĕ манăн, аслă çынсемпе пуçлăхсене эпĕ хытах ятласа каларăм: эсир хăвăр тăванăрсенчен ытлашши илетĕр, терĕм. Вара вĕсене хирĕç пысăк пуху пуçтартăм та
(8) каларăм: ытти халăхсене сутнă хамăр тăванăмăрсене, иудейсене, эпир вăй çитнĕ таран каялла тÿлесе илеттĕмĕр, эсир вара хăвăр тăванăрсене сутатăр, вĕсем те хăйсене хăйсем сутаççĕ, терĕм. Вĕсем шăпăртах тăчĕç, хирĕç тавăрса калама сăмах тупаймарĕç.
(9) Тата çапла каларăм: лайăх мар тăватăр эсир. Ытти халăхсен, хамăр тăшмансен, мăшкăлĕ пулас мар тесессĕн, Туррăмăртан хăрамалла мари сирĕн?
(10) Эпĕ хам та, манăн тăванăмсем те, мана ĕçлесе тăракансем те вĕсене кивçенле кĕмĕл тата тырă панă: ку парăма хăйсенчех хăварăпăр.
(11) Вĕсен уйĕсене, иçĕм çырлипе çу йывăçĕсен пахчисене тата хăвăр кивçенле панă кĕмĕлпе тырăшăн, эрехпе çушăн тунă услама халех тавăрса парăр, терĕм.
(12) Вара аслă çынсемпе пуçлăхсем каларĕç: тавăрса парăпăр, вĕсенчен нимĕн те ыйтмăпăр; эсĕ каланă пек тăвăпăр, терĕç. Эпĕ священниксене чĕнсе илтĕм те лешĕсене вĕсен умĕнче «мĕн каланине пурнăçлăпăр» тесе тупа тутартăм.
(13) Çакăн хыççăн эпĕ тумтирĕм аркине силлерĕм те каларăм: çак сăмаха тытман кирек хăш çынна та Турă çапла силлетĕр, унăн килĕçуртĕнчен те, хуçалăхĕнчен те çапла силлесе илтĕр те, вĕсем пушпушă юлччăр! терĕм. Пĕтĕм пуху: аминь, терĕ. Вара Турра мухтарăмăр; халăх мĕн сăмах панине пурăнăçларĕ.
(14) Тата çакна калам: хама Иудея çĕрĕн пуçлăхне уйăрса лартнă кунранпа,— Артаксеркс патшан çирĕммĕш çулĕнчен пуçласа вăтăр иккĕмĕш çулĕччен, вуникĕ çул хушши,— эпĕ хам та, манăн тăванăмсем те çĕр пуçлăхĕн çăкăрне çимен.
(15) Ман умĕн пулнă çĕр пуçлăхĕсем халăха йывăрлăх кÿнĕ, хĕрĕх сикль кĕмĕлсĕр пуçне çынсенчен тата апатçимĕçпе эрех те илсе тăнă; вĕсен тарçисем те пулин халăхпа хуçаланнă. Эпĕ вара Турăран хăранăран ун пек туман.
(16) Çав вăхăтрах эпĕ хÿме тăвас ĕçе чакма памарăм; эпир уйхир сутăн илмен, манăн тарçăсем те пурте хÿме юсама çÿренĕ.
(17) Ман сĕтелĕм хушшине иудейсемпе пуçлăхсем çĕр аллă çын таран пуçтарăнатчĕç, вĕсемсĕр пуçне пирĕн таврари халăхсен çыннисем те килсех тăратчĕç.
(18) Пĕр кун валли акă мĕнмĕн хатĕрленĕ: пĕр вăкăр, чи паха ултă сурăх; кайăккĕшĕк те хатĕрленĕ ман патăмра; кашни вунă кунран тĕрлĕ йышши эрех ытлăнçитлĕн илсе килсе тăнă. Çĕр пуçлăхне тивĕçлĕ апатçимĕç ыйтман эпĕ, мĕншĕн тесессĕн пысăк ĕç тăвакан халăха ахаль те йывăрччĕ.
(19) Туррăм, эпĕ çак халăх валли ырă тунине асна илсемччĕ!
6
(1) Санаваллат, Товия, Арави çынни Гешем тата пирĕн ытти тăшмансем эпĕ пĕтĕм хÿмене юсаса тухни çинчен, унта ĕнтĕ нимĕнле шăтăкçурăк та юлманни çинчен илтнĕ те,— пĕр тесен, çав вăхăт тĕлне эпĕ хапха алăкĕсене çакса пĕтерейменччĕ-ха,—
(2) Санаваллатпа Гешем ман патăма: кил, Оно тÿремлĕхĕнчи пĕрпĕр ялта тĕл пулăпăр, тесе калама çын ячĕç. Вĕсем мана усал тума каварлашнă пулнă.
(3) Анчах эпĕ вĕсем патне çапла калама элчĕсем ятăм: пысăк ĕçе пула эпĕ пушă мар, сирĕнпе тĕл пулаймăп; эпĕ сирĕнпе тĕл пулма пăрахса кайсан, ĕç чарăнса ларĕ, терĕм.
(4) Вĕсем ман патăма тăватă хутчен çав йыхравпах çынсем ячĕç, эпĕ те вĕсене унчченхи пекех хуравласа тăтăм.
(5) Çавăн хыççăн Санаваллат ман патăма пиллĕкĕмĕш хут хăйĕн тарçине ячĕ, лешĕ çыру илсе килнĕччĕ, çырăвĕ уçахчĕ.
(6) Унта çапла çырнăччĕ: «халăхсем хушшинче сăмах çÿрет, Гешем та çавнах калать: эсĕ тата Иудея уйăрăлма шут тытнă имĕш, çавăнпа хÿме тăватăн та, эсĕ вĕсен патши пуласшăн теççĕ;
(7) эсĕ хăвăн çинчен Иерусалимра чап сарма, «ку — Иудея патши!» тесе калаттарма пророксем те тупнă. Кун пек сăмахсем патша патне çитеççех. Эппин, кил те, пĕрле канаш тăвăпăр» тенĕччĕ.
(8) Анчах эпĕ ун патне çапла калама çын ятăм: эсĕ каланă евĕрли нимĕн те пулман; эсĕ çакна хăвăн пуçупа шухăшласа кăларнă, терĕм.
(9) Ентĕ вĕсем пире хăратсах тăратчĕç: аллисем усăнĕç те ку ĕçе пăрахĕç, ĕçĕ путланĕ тесе ĕмĕтленетчĕç; манăн аллăм вара тĕреклĕленчĕ çеç.
(10) Эпĕ Шемаия патне — Мегетавел ывăлĕн Делаиян ывăлĕ патне — пытăм, вăл ун чухне килĕнчен те тухмастчĕ; вăл мана каларĕ: Турă Çуртĕнче тĕл пулар, каяр та хамăр хыççăн алăка питĕрсе лартар, мĕншĕн тесессĕн сана вĕлерме килмелле, çĕрле сана вĕлерме килеççĕ, терĕ.
(11) Эпĕ ĕнтĕ çапла хуравларăм: ман пек çын тарса çÿреме пултараятьи вара? Ман пек çын чĕрĕ юлас тесе Турă Çуртне пытанатьи? Пымастăп, терĕм.
(12) Вăл мана пророклах каларĕ пулин те, эпĕ ăна Турă яманнине, ăна Товияпа Санаваллат хăйсем майлă çавăрнине ăнкарса илтĕм.
(13) Ăна ĕнтĕ, хăйсем майлă çавăрса, мана хăратма, мана вăл каланă пек тутарса çылăха кĕртме, çапла халăх хушшинче ман çинчен усал сăмах сармашкăн сăлтав тупма хушнă.
(14) Туррăмçăм! Товияпа Санаваллата çав ĕçĕсене аса илтерсемччĕ, çавăн пекех мана хăратма шутланă Ноадия хĕрарăм пророкпа ытти пророксене те асна илсемччĕ.
(15) Хÿмене елул уйăхĕн çирĕм пиллĕкĕмĕш кунĕнче, аллă икĕ кун хушшинче, туса пĕтертĕмĕр.
(16) Çакăн çинчен илтсессĕн, çакна пирĕн таврари пур халăхсем те курсассăн, пирĕн пĕтĕм тăшман ку ĕçе Туррăмăр тунине ăнланса илнĕ те, вĕсен ĕмĕчĕ сÿннĕ.
(17) Çав кунсенче иудейсен ятлăсумлă çыннисем Товия патне чылай çыру çырса янă, Товияран вара вĕсем патне хурав килсе тăнă.
(18) Иудейăра нумайăшĕ унпа татуллă пурăнма тупа тунă пулнă, мĕншĕн тесессĕн вăл Шеханиян — Арах ывăлĕн — кĕрÿшĕ пулнă, унăн ывăлĕ Иоханан вара Верехия ывăлĕн Мешулламăн хĕрне качча илнĕччĕ.
(19) Ман умăмра вĕсем Товиян ырă кăмăлĕ çинчен те асăнатчĕç, ман сăмахăмсене вара ун патне çитерсех тăратчĕç. Мана хăратас тесе, Товия çырусем яратчĕ.
7
(1) Хÿмене туса пĕтерсессĕн, хапха алăкĕсене çакса тухсассăн, хапха хуралçисемпе юрăçсене тата Левитсене хăйсен вырăнне ĕçе тăратрăмăр.
(2) Эпĕ хамăн пĕртăванăма Ханание тата керем пуçлăхне Хананияна, шанчăклă та Турăран хăраса пурăнакан çынна, — ун пек çын сайра вăл, — Иерусалим хулине тытса тăраканĕсем турăм та
(3) вĕсене çапла каларăм: хĕвел хĕртме пуçламасăр Иерусалим хап хисене ан уçăр. Хуралçăсем хăйсем тăнă чухне алăксене питĕрсе илсе хупă тытчăр. Хурала Иерусалимра пурăнакансене тăратăр, пĕрисем хулана хураллатчăр, тепĕрисем хăйсен килĕçурчĕ умĕнче тăччăр, терĕм.
(4) Анчах хула пысăк та анлăччĕ, халăхĕ унта сахалччĕ, çуртсем лартса çитерейменччĕха.
(5) Вара Туррăм ирĕкĕпе манăн чĕремре халăх йышне шута илес шухăш çуралчĕ, çавăнпа эпĕ ятлăсумлă çынсене, пуçлăхсене, пĕтĕм халăха пуçтартăм. Эпĕ тыткăнран чи малтан таврăннисенĕн йăх-кăк çырăвне тупрăм, унта çапла çырнăччĕ:
(6) акă тыткăнран таврăннă çынсем, вĕсене тыткăна Вавилон патши Навуходоносор хăваласа кайнăччĕ; вĕсем ĕнтĕ Иерусалима, Иудейăна,— кашнийĕ хăйĕн хулине таврăнчĕç,
(7) вĕсене Зоровавель, Иисус, Неемия, Азария, Раамия, Нахманий, Мардохей, Билшан, Мисфереф, Бигвай, Нехум, Баана ертсе килнĕ. Акă Израиль çыннисен йышĕ:
(8) Парош ывăлĕсем — икĕ пин те çĕр çитмĕл икĕ çын;
(9) Сафатия ывăлĕсем — виççĕр çитмĕл иккĕ;
(10) Арах ывăлĕсем — ултçĕр аллă иккĕ; пПахаф-Моав ывăлĕсем, Иисус тата Иоав тăхăмĕсем — икĕ пин те сакăрçĕр вунсаккăр;
(12) Елам ывăлĕсем — пин те икçĕр аллă тăваттă;
(13) Заффу ывăлĕсем — сакăрçĕр хĕрĕх пиллĕк;
(14) Закхай ывăлĕсем — çичçĕр утмăл;
(15) Биннуй ывăлĕсем — ултçĕр хĕрĕх саккăр;
(16) Бевай ывăлĕсем — ултçĕр çирĕм саккăр;
(17) Азгад ывăлĕсем — икĕ пин те виççĕр çирĕм иккĕ;
(18) Адоникам ывăлĕсем — ултçĕр утмăл çиччĕ;
(19) Бигвай ывăлĕсем — икĕ пин те ултçĕр çиччĕ;
(20) Адин ывăлĕсем — ултçĕр аллă пиллĕк;
(21) Езекия килĕнчен тухнă Атер ывăлĕсем — тăхăрвун саккăр;
(22) Хашум ывăлĕсем — виççĕр çирĕм саккăр;
(23) Вецай ывăлĕсем — виççĕр çирĕм тăваттă;
(24) Хариф ывăлĕсем — çĕр вуниккĕ;
(25) Гаваон ывăлĕсем — тăхăрвун пиллĕк;
(26) Вифлеемпе Нетофа çыннисем — сакăрвун саккăр;
(27) Анафоф çыннисем — çĕр çирĕм саккăр;
(28) БефАзмавеф çынни сем — хĕрĕх иккĕ;
(29) КариафИарим, Кефира тата Беероф çыннисем — çичçĕр хĕрĕх виççĕ;
(30) Рама тата Гева çыннисем — ултçĕр çирĕм пĕрре;
(31) Михмас çыннисем — çĕр çирĕм иккĕ;
(32) Вефиль тата Гай çыннисем — çĕр çирĕм виççĕ;
(33) тепĕр Нево çыннисем — аллă иккĕ;
(34) тепĕр Елам ывăлĕсем — пин те икçĕр аллă тăваттă;
(35) Харим ывăлĕсем — виççĕр çирĕм;
(36) Иерихон çыннисем — виççĕр хĕрĕх пиллĕк;
(37) Лод, Хадид тата Оно çыннисем — çичçĕр çирĕм пĕрре;
(38) Сенаа çыннисем — виçĕ пин те тăхăрçĕр вăтăр;
(39) священниксем, Иисус килĕнчен тухнă Иедаия ывăлĕсем — тăхăрçĕр çитмĕл виçĕ çын;
(40) Иммер ывăлĕсем — пин те пилĕкçĕр иккĕ;
(41) Пашхур ывăлĕсем — пин те икçĕр хĕрĕх çиччĕ;
(42) Харим ывăлĕсем — пин те вунçиччĕ.
(43) Левитсем: Иисус ывăлĕсем — Годева ăрăвĕнчен тухнă Кадмиил тăхăмĕсем — çитмĕл тăваттă.
(44) Юрăçсем: Асаф ывăлĕсем — çĕр хĕрĕх саккăр.
(45) Хапха хуралçисем: Шаллум ывăлĕсем, Атер ывăлĕсем, Талмон ывăлĕсем, Аккув ывăлĕсем, Хатита ывăлĕсем, Шовай ывăлĕсем — çĕр вăтăр саккăр.
(46) Левитсене пулăшакансем: Циха ывăлĕсем, Хасуфа ывăлĕсем, Табаоф ывăлĕсем,
(47) Кирос ывăлĕсем, Сия ывăлĕсем, Фадон ывăлĕсем,(48) Левана ывăлĕсем, Хагава ывăлĕсем, Салмай ывăлĕсем,
(49) Ханан ывăлĕсем, Гиддел ывăлĕсем, Гахар ывăлĕсем,
(50) Реаия ывăлĕсем, Рецин ывăлĕсем, Некода ывăлĕсем,
(51) Газзам ывăлĕсем, Узза ывăлĕсем, Пасеах ывăлĕсем,
(52) Весай ывăлĕсем, Меуним ывăлĕсем, Нефишсим ывăлĕсем,
(53) Ваквук ывăлĕсем, Хакуфа ывăлĕсем, Хархур ывăлĕсем,
(54) Вацлиф ывăлĕсем, Мехида ывăлĕсем, Харша ывăлĕсем,
(55) Варкос ывăлĕсем, Сисара ывăлĕсем, Фамах ывăлĕсем,
(56) Нециах ывăлĕсем, Хатифа ывăлĕсем.
(57) Соломон чурисен ывăлĕсем: Сотай ывăлĕсем, Софереф ывăлĕсем, Ферида ывăлĕсем,
(58) Иаала ывăлĕсем, Даркон ывăлĕсем, Гиддел ывăлĕсем,
(59) Сафатия ывăлĕсем, Хаттил ывăлĕсем, Похереф — Гацеваим ывăлĕсем, Амон ывăлĕсем.
(60) Левитсене пулăшакансемпе Соломон чурисен ывăлĕсем — пурĕ виççĕр тăхăрвун икĕ çын.
(61) Акă Тел-Мелах, Тел-Харша, ХерувАддон тата Иммер çĕрĕсенчен килнисем, анчах вĕсем хăйсен йăхĕ-кăкĕ Израильрен пулнипе пулманнине кăтартса парайманнисем:
(62) Делаия ывăлĕсем, Товия ывăлĕсем, Некода ывăлĕсем — ултçĕр хĕрĕх икĕ çын.
(63) Тата священниксенчен: Ховаия ывăлĕсем, Гаккоц ывăлĕсем, Верзеллий ывăлĕсем — çав Верзеллий ĕнтĕ Галаадра пурăнакан Верзеллий хĕрĕсенчен пĕрне качча илнĕ те вара ăна хăйне те Верзеллий тесе чĕнме пуçланă.
(64) Вĕсем хăйсен йăх-кăк çырăвне шыранă та — тупайман, çавăнпа вĕсене священниксен йышĕнчен кăларнă.
(65) Вара çав çĕр пуçлăхĕ вĕсене çак ĕçе священник урим тата туммим тытса татса памасăр аслă та сăваплă парнене çиме каламарĕ.
(66) Çапла вара пĕтĕм халăх йышĕ хĕрĕх икĕ пин те виççĕр утмăл çын пулнă;
(67) кунсăр пуçне вĕсен чурисемпе хăрхăмĕсем — çичĕ пин те виççĕр вăтăр çичĕ çын; тата арçын юрăçсемпе хĕрарăм юрăçсем — икçĕр хĕрĕх пилĕк çын.
(68) Вĕсен тăватçĕр вăтăр пилĕк тĕвепе ултă пин те çичçĕр çирĕм пуç ашак пулнă.
(69) Хăшхăш ăру пуçлăхĕсем ĕç тума пурлăх пачĕç. Çав çĕр пуçлăхĕ вара Турă Çурчĕн мул управăшне пин драхма ылтăн, аллă савăт тата священниксем валли пилĕкçĕр вăтăр тум хыврĕ.
(70) Ăру пуçлăхĕсенчен хăшĕхăшĕ ĕç тума çирĕм пин драхма ылтăн, икĕ пин те икçĕр мина кĕмĕл хыврĕ.
(71) Ытти çынсем çирĕм пин драхма ылтăн, икĕ пин мина кĕмĕл тата священниксем валли утмăл çичĕ тум пачĕç.
(72) Вара священниксем, Левитсем, хапха хуралçисемпе юрăçсем, Левитсене пулăшакансем хăйсен хулисенче, ытти Израильсем хăйсен хулисенче пурăнма вырăнаçрĕç.
(73) Ĕнтĕ çиччĕмĕш уйăхра пĕтĕм Израиль халăхĕ хăйсен хулисенче пурăннă.
8
(1) Израиль ывăлĕсем пурте, пĕр çын пек, Шыв хапхи умĕнчи уçă вырăна пуçтарăнчĕç те Ездра кĕнекеçĕне Çÿлхуçа Израиле панă Моисей саккунĕн кĕнекине илсе килме каларĕç.
(2) Çиччĕмĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче Ездра священник унта пухăннă арçынсемпе хĕрарăмсен, тăна илме пултаракан пĕтĕм çын умне саккун илсе тухрĕ; Звара Шыв хапхи умĕнчи уçă вырăнта шуçăмран пуçласа кăнтăрлаччен арçынсемпе хĕрарăмсем, тăна илме пултаракан пĕтĕм çын умĕнче çав кĕнекене вуларĕ; пĕтĕм халăх хăлхине тайса саккун кĕнекине тимлерĕ.
(4) Ездра кĕнекеçĕ çакна валли йывăçран ятарласа тунă çÿллĕ вырăнта тăчĕ, сылтăм енче унпа юнашар Маттафия, Шема, Анаия, Урия, Хелкия тата Маасея, сулахай енче Федаия, Мисаил, Малхия, Хашум, Хашбаддана, Захария тата Мешуллам тăчĕç.
(5) Çÿллĕ вырăнта тăракан Ездра саккун кĕнекине уçрĕ, çакна пĕтĕм халăх курса тăчĕ. Вăл кĕнекене уçнă чухне пĕтĕм халăх ура çине çĕкленчĕ.
(6) Ездра: аслă Çÿлхуçа Туррăмăр мухтавлă! терĕ. Пĕтĕм халăх алăсене çÿлелле çĕклесе: «аминь, аминь» терĕ, — ĕнтĕ çĕре ÿксе Çÿлхуçана пуççапрĕç.
(7) Иисус, Ваний, Шеревия, Иамин, Аккув, Шабе, Годия, Маасея, Клита, Азария, Иозадав, Ханан, Фелаия тата Левитсем халăха саккуна ăнлантараăнлантара пачĕç, çав вăхăтра çынсем хăйсен вырăнĕнчех тăчĕç.
(8) Кĕнекене, Турă саккунне, пурте илтмелле уçăмлăн вуларĕç, çав вăхăтрах мĕн вуланине ăнлантарса пычĕç, халăх мĕн вуланине ăнланса тăчĕ.
(9) Вара Неемия пуçлăх, Ездра кĕнекеçĕ, священник тата халăха вĕрентекен Левитсем пĕтĕм халăха каларĕç: паянхи кун — Çÿлхуçа Туррăра халалланă кун вăл; ан хуйхăрăр, ан йĕрĕр, терĕç, — ĕнтĕ пĕтĕм халăх саккун сăмахĕсене йĕрсе итлесе тăратчĕ.
(10) Неемия каларĕ: ĕнтĕ кайăр та тутлă çийĕр, пылак ĕçĕр, нимĕн те хатĕрлейменнисем патне пай ярса парăр, çакă куна эпир Çÿлхуçамăра халалланă! Ан кулянăр, Çÿлхуçа умĕнче савăнни — сирĕн тĕрекĕр, терĕ. пЛевитсем те халăха лăплантарчĕç: чарăнăр, ку — сăваплă кун, ан хурланăр, терĕç.
(12) Вара пĕтĕм халăх ĕçмеçиме саланчĕ, нимĕн те хатĕрлейменнисене пай яраяра пачĕç, тем тĕрлĕ савăнса уявларĕç, мĕншĕн тесессĕн халăх хăйне каланă сăмахсене ăнланчĕ.
(13) Тепĕр кунне пĕтĕм ăру пуçлăхĕсем, священниксем, Левитсем саккун сăмахĕсене тишкерме Ездра кĕнекеçĕ патне пуçтарăнчĕç.
(14) Çавăн чухне вĕсем Çÿлхуçа Моисей урлă панă саккунра Израиль ывăлĕсен çиччĕмĕш уйăхра, уяв кунĕсенче, хÿшĕре пурăнмалла тесе çырнине тупрĕç.
(15) Вара хăйсен пур хулисенче те, Иерусалимра та çапла пĕлтерсе тухрĕç: сăртту çине кайăр та хÿшĕ уявне саккун кĕнекинче çырса кăтартнă пек ирттерме сатра тата вăрманта ÿсекен çу йывăççисен турачĕсене, миртпа пальма турачĕсене, сарлака çулçăллă ытти йывăç турачĕсене касса килĕр, терĕç.
(16) Ентĕ халăх кайса турат тултса тултарчĕ те, кашнийĕ хăй çурчĕ тăрринче, хăйĕн картишĕнче, Турă Çурчĕн картишĕсенче, Шыв хапхи умĕнчи уçă вырăнта, Ефрем хапхи умĕнчи уçă вырăнта хÿшĕ тăватăва лартрĕ.
(17) Тыткăнран таврăннă халăх хÿшĕ туса тултарчĕ те хÿшĕсенче пурăнчĕ. Нав ывăлĕ Иисус пурăннă вăхăтранпа та Израиль ывăлĕсем çапла туман. Тем тĕрлĕ савăнăç çитрĕ!
(18) Турă саккунĕн кĕнекине кашни кунах — малтанхи кунран пуçласа юлашки кунчченех — вуларĕç. Çичĕ кун хушши уяв турĕç, саккăрмĕш кунхине вара, йĕрке тăрăх, чаплă пуху ирттерчĕç.
9
(1) Çав уйăхăн çирĕм тăваттăмĕш кунĕнче вара типĕ тытакан, хуйхă тумтирĕ тăхăннă, пуçĕ çине кĕл сапнă Израиль ывăлĕсем пурте пĕрле пуçтарăнчĕç.
(2) Израиль йăхĕ пур ют йăхран та уйăрăлчĕ; вĕсем Турă Çуртĕнче тăрса хăйсен çылăхĕсенчен тата ашшĕсенĕн усал ĕçĕсенчен ÿкĕнчĕç.
(3) Хăйсен вырăнĕнче пĕр хускалми тăчĕç вĕсем, чĕрĕк кун хушши хăйсен Туррийĕн саккунĕн кĕнекине вуларĕç, кайран чĕрĕк кун çылăх каçарттарчĕç, хăйсен Çÿлхуçа Туррине пуççапрĕç.
(4) Левитсен çÿллĕ вырăнне Иисус, Ваний, Кадмиил, Шевания, Вунний, Шеревия, Ваний, Хенани хăпарса тăчĕç те хыттăн кăшкăрса хăйсен Çÿлхуçа Туррине тилмĕрсе йăлăнчĕç.
(5) Иисус, Кадмиил, Ваний, Хашавния, Годия, Шевания, Петахия Левитсем çапла каларĕç: тăрăр, Çÿлхуçа Туррăра аслăлăр! Санăн мухтава тивĕçлĕ ятна, темĕнле мухтавран та, темĕнле чапран та аслă ятна, ĕмĕрĕмĕрĕпе мухтавлаччăр!
(6) Эй Çÿлхуçамăр, Эсĕ — пĕртенпĕрре. Эсĕ тÿпене, тÿпенĕн тÿпине, унти пĕтĕм вăйхăвата пултарнă, çĕрпе ун çинче мĕн пуррине, тинĕссемпе унта мĕн пуррине пултарнă, Эсĕ çакна пурне те чĕрĕлĕх парса тăратăн, Сана çÿлти çарсем пуççапаççĕ.
(7) Эй Çÿлхуçа Туррăмăр, Эсĕ Аврама суйласа илнĕ, ăна халдейсен çĕрĕнчи Ур хулинчен илсе тухнă, ăна Авраам тесе ят панă,
(8) вăл пĕтĕм чунчĕрипе Хăвна пăхăннине курсассăн, Эсĕ унпа халал хывнă: унăн вăрлăхне Ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, иевуссейсен, гергесейсен çĕрне пама пулнă. Эсĕ Хăвăн сăмахна вырăна килтернĕ, мĕншĕн тесессĕн Эсĕ — тÿрĕ.
(9) Эсĕ пирĕн аттемĕрсем Египетра хĕнхур тÿснине курнă, Хĕрлĕ тинĕс хĕрринче вĕсем епле кăшкăрса йĕнине илтнĕ,
(10) вĕсене епле мăшкăлланине пĕлсе, Эсĕ фараона, унăн пĕтĕм чурине, ун çĕрĕнчи пĕтĕм халăха хăват паллисемпе кĕтретсем кăтартнă — çапла Хăвăн ятна ĕмĕрлĕхе чапа кăларнă.
(11) Эсĕ пирĕн аттемĕрсем умĕнче тинĕсе икĕ енне уйăрса тăратнă, ĕнтĕ вĕсем тинĕс варрипе типĕ çĕртен каçса кайнă, тарăн шыва чул ывăтнă евĕр, вĕсене хăвалакансене Эсĕ тĕпсĕр авăра пăрахнă.
(12) Вĕсен каяс çулне кăтарт са, Эсĕ кăнтăрла пĕлĕт юпа ăшĕнче, çĕрле вут юпа ăшĕнче çутатса пынă.
(13) Эсĕ Синай тăвĕ çине аннă, вĕсемпе тÿперен калаçнă, вĕсене тÿрĕ саккунсем, тĕрĕс хушусем, ырă йĕркесемпе ÿкĕтсем панă.
(14) Эсĕ вĕсене Хăвăн сăваплă шăматкуну çинчен пĕлтернĕ, Хăвăн Моисей чуру урлă вĕсене ÿкĕтсем, йĕркесем тата саккунсем панă.
(15) Выçăхсассăн, вĕсем валли тÿперен çăкăр ярса тăнă, ăшĕсем хыпнă чухне чулран шыв кăларса панă, вĕсене еткерлĕх çĕре — Эсĕ аллуна çĕклесе вĕсене пама тупа тунă çĕре — кайма хушнă.
(16) Анчах вĕсем, пирĕн аттемĕрсем, турткалашнă, чурăсланнă, Санăн ÿкĕтÿсене итлемен;
(17) пăхăнасшăн пулман, Санăн тĕлĕнмелле ĕçÿсене, вĕсен хушшинчех тунă ĕçÿсене, аса илмен, чурăс пулнă, Египета каялла чуралăха таврăнмашкăн хăйсем валли çулпуçĕ тупнă. Анчах та Эсĕ — каçарма юратакан, ырă та хĕрхенекен кăмăллă, вăрах тÿсĕмлĕ, нумай ырăлăхлă Турă, Эсĕ вĕсене пăрахман.
(18) Вĕсем пăру кĕлетки шăратса кăларса: «акă сана Египетран илсе тухнă турру!» тенĕ пулин те,— çакăн пек хăрушла ирсĕр ĕç хыççăн та,—
(19) Эсĕ тем тĕрлĕ хĕрхенекен кăмăлупа вĕсене пушхирте пăрахса хăварман; вĕсене çулпа ертсе пымашкăн кăнтăрла вĕсенчен пĕлĕт юпа уйрăлман, вĕсен каяс çулне çутатса пымашкăн çĕрле вĕсенчен вут юпа çухалман.
(20) Вĕсене вĕрентсеертсе пымашкăн Эсĕ вĕсене Хăвăн ырă Сывлăшна панă, вĕсене манна çитерсе тăнă, ăшĕсем хыпнă чухне шыв парса тăнă.
(21) Эсĕ вĕсене пушхирте хĕрĕх çул тăрантарнă; вĕсем çитменлĕх мĕнне пĕлмен; вĕсен тумтирĕ те çĕтĕлмен, ури те шăйрăлман.
(22) Эсĕ вĕсене патшалăхсемпе халăхсем панă, инçетри çĕрсене вĕсен чикки тунă, Ог çĕрне — Васан патшийĕн çĕрне — туртса илнĕ.
(23) Эсĕ вĕсен ывăлĕсене тÿпери çăлтăрсем пек йышлă тунă, вĕсене Эсĕ аш шĕсене пама пулнă, «эсир çак çĕре илетĕр» тенĕ çĕршыва илсе çитернĕ.
(24) Ывăлĕсем килнĕ те çĕре хăйсен аллине илнĕ. Санăн ирĕкÿпе вĕсем çав çĕр çинче пурăнакансене, Ханаансене, парăнтарнă, Эсĕ унти патшасене, çавăнти халăхсене вĕсен аллине ÿкернĕ, Израильсем вĕсемпе хăйсене кирлĕ пек хуçаланнă.
(25) Вĕсем ĕнтĕ тĕреклĕлетнĕ хуласемпе пулăх çĕре вырăнаçнă, тĕрлĕ пурлăхпа тулнă çуртсем, чул хушшинче алтнă пусăсем, иçĕм çырлипе çу йывăçĕн пахчисем, паха çимĕç кÿрекен сатсем вĕсен аллине куçнă. Эсĕ пысăк ырăлăх панипе вĕсем тăраниччен çинĕ, самăрланнă, киленнĕ;
(26) анчах вĕсем чурăсланнă, Сана хирĕç тăнă: Санăн саккунна уяман, Санăн пророкусене — хăйсене вĕрентнĕÿкĕтленĕ, Сан енне çавăрма тăрăшнă пророксене — вĕлернĕ.
(27) Вара Эсĕ вĕсене хăйсене пусмăрлакан тăшманĕсен аллине ÿкернĕ. Анчах çавăн чухне, хĕнасаплă вăхăтра, вĕсем Сана тархасланă та — Эсĕ вĕсене тÿперен итленĕ, питех те хĕрхенекен кăмăллă пулнăран вĕсене Эсĕ хăтаракансем яраяра панă; кусем вĕсене тăшманĕсен аллинчен хăтарса тăнă.
(28) Лăпланса çитсессĕн, вĕсем Сан умăнта каллех усал ĕç тума пуçланă, вара Эсĕ вĕсене тăшманĕсен аллине панă, лешĕсем ĕнтĕ вĕсемпе хуçаланнă. Вĕсем каллех Сана тархасланă — Эсĕ вĕсене тÿперен итленĕ, питех те хĕрхенекен кăмăллă пулнăран вĕсене нумай хутчен çăлаçăла хăварнă.
(29) Эсĕ вĕсене астутарсах тăнă: Хăвăн саккуну енне çаврăнма ÿкĕтленĕ, анчах вĕсем чурăсланса Санăн ÿкĕтÿсене уяман, Эсĕ панă йĕркесенчен пăрăннă — пурăнас тесессĕн, этемĕн Санăн саккунна пурнăçламаллаçке! Вĕсем вара чăрсăрланнă, чурăсланнă, итлесшĕн пулман.
(30) Вĕсем улăшăнасса Эсĕ нумай çул кĕтнĕ, Хăвăн пророкусем урлă Хăвăн Сывлăшупа астутарсах тăнă, анчах вĕсем итлемен. Вара Эсĕ вĕсене ют халăхсен аллине ÿкернĕ.
(31) Питех те хĕрхенекен кăмăллă пулнипе Эсĕ вĕсене тĕппипех пĕтермерĕн, вĕсене пăрахмарăн, мĕншĕн тесессĕн Эсĕ — ырă, хĕрхенекен Турă.
(32) Эй Туррăмăр, аслă та хăватлă, хăрушă Туррăмăр! Хăвăн халална асăнта тытакан Туррăмăр! Эпир тÿснĕ асап — Ассири патшисен вăхăтĕнчен пуçласа паянхи куна çитиччен тÿснĕ асап, пирĕн патшасене, аслă çынсене, священниксене, пророксене, аттемĕрсене, Санăн пĕтĕм халăхна çитнĕ асап — Сан умăнта сахал пек ан курăнтăрччĕ.
(33) Пире çитнĕ хĕнасапра Эсĕ тÿрĕ, мĕншĕн тесессĕн Эсĕ тÿрĕлĕхпе тунă, эпир вара — айăплă.
(34) Пирĕн патшасем, аслă çынсем, священниксем, пирĕн аттемĕрсем Санăн саккунна пурăнăçламан, Санăн ÿкĕтÿсене, Эсĕ астутарса тăнине итлемен.
(35) Эсĕ, питех те ырă пулнипе, вĕсене патшалăх панă, анлă та пулăхлă çĕр панă, анчах вĕсем унта та Саншăн ĕçлемен, хăйсен усал ĕçĕсене пăрахман.
(36) Акă халĕ чурасем эпир; Эсĕ пирĕн аттемĕрсене панă çĕр çинче унăн паха çимĕçĕпе, унăн ырăлăхĕпе тăранса пурăнас вырăнне эпир чураланса пурăнатпăр.
(37) Хамăр çылăхсемшĕн Эсĕ пире ют патшасене пăхăнтартăн, халĕ ĕнтĕ пирĕн çĕр хăйĕн тулăх çимĕçне çавсене парса тăрать. Вĕсем пирĕн ÿтпе те, пирĕн выльăхчĕрлĕхпе те хуçаланаççĕ, — эпир хăрушла хĕнхур айĕнче пурăнатпăр.
(38) Çавăнпа та эпир çырсах килĕшÿ турăмăр, ăна пирĕн аслă çынсем, Левитсем тата священниксем алă пуссах, пичет хурсах çирĕплетрĕç.
10
(1) Пичет хуракансем çаксем пулчĕç: ГАхалия ывăлĕ Неемия пуçлăх тата Седекия,
(2) Сераия, Азария, Иеремия,
(3) Пашхур, Амария, Малхия,
(4) Хаттуш, Шевания, Маллух,
(5) Харим, Меремоф, Овадия,
(6) Даниил, Гиннефон, Варух,
(7) Мешуллам, Авия, Миямин,
(8) Маазия, Билгай, Шемаия — кусем пурте священниксем.
(9) Левитсем: Азания ывăлĕ Иисус, Хенадад ывăлĕсенчен Виннуй, Кадмиил;
(10) вĕсен тăванĕсем: Шевания, Годия, Клита, Фелаия, Ханан, пМиха, Рехов, Хашавия,
(123) акхур, Шеревия, Шевания,
(13) Годия, Ваний, Венинуй.
(14) Халăх пуçлăхĕсем: Парош, Пахаф-Моав, Елам, Заффу, Ваний,
(15) Вунний, Азгад, Бевай,
(16) Адония, Бигвай, Адин,
(17) Атер, Езекия, Азур,
(18) Годия, Хашум, Бецай,
(19) Хариф, Анафоф, Невай,
(20) Магпиаш, Мешуллам, Хезир,
(21) Мешезавел, Садок, Иаддуй,
(22) Фелатия, Ханан, Анания,
(230) сия, Ханания, Хашшув,
(24) Галлохеш, Пилха, Шовек,
(25) Рехум, Хашавна, Маасея,
(26) Ахия, Ханан, Анан,
(27) Маллух, Харим, Баана.
(28) Тата ытти халăх та — священниксем, Левитсем, хапха хуралçисем, юрăçсем, Левитсене пулăшакансем, ют халăхсенчен хăпса Турă саккунĕ енне куçнисем, вĕсенĕн арăмĕсем, вĕсенĕн ывăлĕсемпе хĕрĕсем, тăн илме пултаракансем пурте —
(29) хăйсен ятлăсумлă тăванĕсем çумне тăчĕç те, тупа туса, тупана пăссассăн çитекен ылхана та йышăнса, Турă саккунĕпе — Турă чури Моисей урлă панă саккунпа — пурăнма, Туррăмăрăн ÿкĕчĕсене, Вăл панă йĕркесене, Вăл мĕн хушнине пурне те тытса тăма, вырăна килтерсе пыма пулчĕç:
(30) эпир хамăрăн хĕрĕмĕрсене ют халăх ывăлĕсене памăпăр, вĕсенĕн хĕрĕсене хамăрăн ывăлăмăрсем валли илмĕпĕр;
(31) ют халăхсем шăматкун тавар тата ытти сутлăх тырă илсе килсессĕн, шăматкунпа таса кун вĕсен таварне туянмăпăр, кашни çиччĕмĕш çул пур тĕрлĕ парăма та каçарăпăр;
(32) эпир кашнийĕ çулталăкра сиклĕн виççĕмĕш пайне Туррăмăр Çурчĕ валли кÿрсе тăма сăмах паратпăр, ку вăл çакăн валли пултăр:
(33) Турă умне хумалли çăкăрсемпе кулленхи тырăпулă парни валли, кулленхи пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне валли, шăматкунпа çĕнĕ уйăхра тата уявсенче кÿрекен парнесем валли, сăваплă парне валли, Израиле тасатмашкăн çылăх каçарттарма кÿрекен парнесем валли тата Турă Çуртĕнче туса тăракан пĕтĕм ĕç валли пултăр.
(34) Вара эпир — священниксем те, Левитсем те, халăх та — Туррăмăр Çурчĕ валли вутă кÿрсе тăрасси пирки шăпа ятăмăр: саккунра çырнă пек, Çÿлхуçа Туррăмăрăн парни вырăнĕ çинче çунтармашкăн хăш ăрăвăн хăш вăхăтра çулранçул вутă илсе килмеллине палăртрăмăр.
(35) Тата эпир çулсерен çĕрĕмĕртен илнĕ малтанхи çимĕçе, тĕрлĕ йывăçсен малтанхи çимĕçне Çÿлхуçа Çуртне кÿме пултăмăр;
(36) саккунра çырнă пек, Çÿлхуçа Çуртне, Çÿлхуçамăр Çуртĕнче ĕçлесе тăракан священниксем патне тата хамăрăн малтанхи ывăлăмăрсене, тата шултăра, вак выльăхсен малтанхи пăрушĕсемпе путекĕсене илсе килме пултăмăр.
(37) Хамăрăн пĕтĕм малтанхи çимĕçе — тыррине, тĕрлĕ йывăç улмиçырлине, эрехне, çăвне — эпир священниксем патне Турă Çуртне, пурлăх управăшĕсене илсе пырăпăр, çĕрĕмĕр паракан тырпулăн вуннăмĕш пайне Левитсене кÿрсе тăрăпăр — вĕсем, Левитсем, эпир пурăнакан пĕтĕм хуларан вуннăмĕш пай илсе тăраççĕ.
(38) Левитсем вуннăмĕш пая илнĕ чухне вĕсен çумĕнче священник, Аарон ывăлĕ, пулĕ: Левитсем хăйсен вуннăмĕш пайĕнчен вуннăмĕш пайне Турă Çуртне, пурлăх управăшĕсем валли уйăрнă пÿлĕмсене, кайса хуччăр,
(39) мĕншĕн тесессĕн çав пÿлĕмсене Израиль ывăлĕсен те, Левитсен те парнелĕх çăкăр, эрех, çу кÿрсе тăмалла. Турă Çурчĕн савăтсапи те çавăнта упранать, священниксем, хапха хуралçисем, юрăçсем те унтах. Эпир Туррăмăр Çуртне пăхсах тăрăпăр!
11
(1) Халăх пуçлăхĕсем ĕнтĕ Иерусалимра пурăнчĕç, ыттисем вара шăпа ячĕç: вунă çынран пĕри сăваплă хулана Иерусалима пурăнма вырăнаçрĕ, тăххăрăшĕ урăх хуласенче юлчĕ.
(2) Хăйсен ирĕкĕпе Иерусалимра пурăнма килĕшнисене вара халăх пиллерĕ.
(3) Иудея хулисенче, — кашнийĕ хăйĕн çĕрĕнче, хă йĕн хулинче, — Израильсем, священниксем, Левитсем, Левитсене пулăшакансем тата Соломон чурисен ывăлĕсем пурăннă; Иерусалимра вара çĕршыв пуçлăхĕсем пурăннă, акă вĕсем:
(4) Иерусалимра Иуда ывăлĕсемпе Вениамин ывăлĕсем пурăннă. Иуда ывăлĕсенчен: Уззия ывăлĕ Афаия, — Уззия вара — Захария ывăлĕ, Захария — Амария ывăлĕ, Амария — Сафатия ывăлĕ, Сафатия — Мелелеил ывăлĕ, Мелелеил — Фарес тăхăмĕ;
(5) Варух ывăлĕ Маасея, — Варух вара — Колхозей ывăлĕ, Колхозей — Хазаия ывăлĕ, Хазаия — Адаияывăлĕ, Адаия — Иоиарив ывăлĕ, Иоиарив — Захария ывăлĕ, Захария — Шела тăхăмĕ.
(6) Иерусалимра пурăннă Фарес ывăлĕсем мĕнпурĕ тăватçĕр утмăл саккăрăн, пурте паттăр çынсем пулнă.
(7) Акă Вениамин ывăлĕсем: Мешуллам ывăлĕ Саллу, — Мешуллам вара — Иоед ывăлĕ, Иоед — Федаия ывăлĕ, Федаия — Колаия ывăлĕ, Колаия — Маасея ывăлĕ, Маасея — Ифиил ывăлĕ, Ифиил — Исаия ывăлĕ;
(8) Саллупа пĕрле тата Габбай, Саллай — тăхăрçĕр çирĕм саккăрăн.
(9) Иоиль, Зихри ывăлĕ, вĕсен пуçлăхĕ пулнă, Иуда вара, Сенуа ывăлĕ, хулара иккĕмĕш çын пулнă.
(10) Священниксенчен: Иоиарив ывăлĕ Иедаия, Иахин,
(11) Турă Çуртĕнчи пуçлăх Хелкия ывăлĕ Сераия, — Хелкия вара — Мешуллам ывăлĕ, Мешуллам — Садок ывăлĕ, Садок — Мераиоф ывăлĕ, Мераиоф — Ахитув ывăлĕ.
(12) Турă Çуртĕнче ĕçлесе тăракансем, вĕсен тăванĕсем — пурĕ сакăрçĕр çирĕм иккĕн; Иерохам ывăлĕ Адаия, — Иерохам вара — ФелаЛия ывăлĕ, ФелаЛия — Амций ывăлĕ, Амций — Захария ывăлĕ, Захария — Пашхур ывăлĕ, Пашхур — Малхия ывăлĕ,—
(13) тата унăн тăванĕсем, ăру пуçĕсем — икçĕр хĕрĕх иккĕн; тата Азариил ывăлĕ Амашсай, — Азариил вара — Ахзай ывăлĕ, Ахзай — Мешиллемоф ывăлĕ, Мешиллемоф — Иммер ывăлĕ,—
(14) тата унăн тăванĕсем, паттăр çынсем — çĕр çирĕм саккăрăн. Вĕсен пуçлăхĕ Гагедолим ывăлĕ Завдиил пулнă.
(15) Левитсенчен: Хашшув ывăлĕ Шемаия,— Хашшув вара — Азрикам ывăлĕ, Азрикам — Хашавия ывăлĕ, Хашавия — Вунний ывăлĕ,—
(16) Шавфай тата Иозавад, Турă Çурчĕн тулашри ĕçĕсен пуçлăхĕсем,
(17) Миха ывăлĕ Матфания, — Миха вара — Завдий ывăлĕ, Завдий — Асаф ывăлĕ; кĕлĕ тунă чухне Матфания мухтав юрри юрлакансенчен чи асли пулнă; ун хыççăн иккĕмĕшĕ унăн тăванĕ Бакбукия пулнă; тата Шаммуй ывăлĕ Авда, — Шаммуй вара — Галал ывăлĕ, Галал — Идифун ывăлĕ.
(18) Сăваплă хулара Левитсем мĕнпурĕ икçĕр сакăрвун тăваттăн пулнă.
(19) Хапха хуралçисем вара: Аккув, Талмон тата вĕсен тăванĕсем,— хапха хураллакансем, — çĕр çитмĕл иккĕн пулнă.
(20) Ытти Израильсем, священниксем, Левитсем Иудея хулисенче хăйсен еткерлĕх çĕрĕнче пурăннă.
(21) Левитсене пулăшакансем вара Офелта пурăннă; вĕсен пуçлăхĕсем — Циха тата Гишфа.
(22) Иерусалимра Левитсен пуçлăхĕ Ваний ывăлĕ Уззий пулнă, — Ваний вара — Хашавия ывăлĕ, Хашавия — Матфания ывăлĕ, Матфания — Миха ывăлĕ; Уззий вăл Асаф йăхĕнчен, Турă Çуртĕнчи кĕлĕ вăхăтĕнче юрлакан юрăçсен йăхĕнчен, тухнă,
(23) вĕсем пирки патшаран хушу — кашни кун мĕн тумаллине кăтартакан хушу — пулнă.
(24) Мешезавел ывăлĕ Петахия,— Мешезавел вара — Зара тăхăмĕ, Иуда ывăлĕн тăхăмĕ,— патшана халăх ĕçĕсем тĕлĕшĕпе канаш параканĕ пулнă.
(25) Уйхирлĕ ялсенче пурăнакансене илсессĕн, Иуда ывăлĕсем КириафАрба хулинче тата ăна пăхăнса тăракан хуласенче, Дивон хулинче тата ăна пăхăнса тăракан хуласенче, Иекавцеил хулипе ун ялĕсенче пурăннă;
(26) вĕсем пурăннă ытти вырăнсем: Иешуа, Молада, БефПалет,
(27) ХацарШуал, Вирсавия тата ăна пăхăнса тăракан хуласем,
(28) Секелаг, Мехона тата ăна пăхăнса тăракан хуласем,
(29) ЕнРиммон, Цо ра, Иармуф,
(30) Заноах, Одоллам тата вĕсен ялĕсем, Лахис тата унăн уйĕсем, Азек тата ăна пăхăнса тăракан хуласем. Вĕсем Вирсавияран пуçласа Енном айлăмĕ таранах вырăнаçса тухнă.
(31) Вениамин ывăлĕсем пурăннă вырăнсем: Гева, Михмас, Гай, Вефильпе ăна пăхăнса тăракан хуласем,
(32) Анафоф, Нов, Анания,
(33) Гацор, Рама, Гиффаим,
(34) Хадид, Цевоим, Неваллат,
(35) Лод, Оно тата Алăстисен айлăмĕ.
(36) Иуда çĕрĕнче пурăннă хăшпĕр Левитсем Вениамин çĕрне вырăнаçнă.
12
(1) Салафиил ывăлĕпе Зоровавельпе тата Иисуспа пĕрле таврăннă священниксемпе Левитсем çаксем: Сераия, Иеремия, Ездра,
(2) Амария, Маллух, Хаттуш,
(3) Шехания, Рехум, Меремоф,
(4) Иддо, Гиннефой, Авия,
(5) Миямин, Маадия, Вилга,
(6) Шемаия, Иоиарив, Иедаия,
(7) Саллу, Амок, Хелкия, Иедаия. Кусем — Иисус пурăннă чухнехи священниксен пуçлăхĕсемпе вĕсен тăванĕсем.
(8) Левитсем: Иисус, Биннуй, Кадмиил, Шеревия, Иуда тата Матфания; Çÿлхуçана аслăланă чухне çак Матфания хăйĕн тăванĕсене, юрăçсене, ертсе пынă;
(9) вĕсен тăванĕсем Бакбукия тата Унний кĕлĕ тунă чухне вĕсемпе тĕлметĕл тăнă.
(10) Иисусран — Иоаким, Иоакимран — Елиашив, Елиашивран — Иоиада çуралнă,
(11) Иоиадаран— Ионафан, Ионафанран — Иаддуй çуралнă.
(12) Иоаким вăхăтĕнче священниксен ăрăвĕсен пуçлăхĕсем çаксем пулнă: Сераия килĕнчен — Мераия, Иеремия килĕнчен — Ханания,
(13) Ездра килĕнчен — Мешуллам, Амария килĕнчен — Иоханан,
(14) Мелиху килĕнчен — Ионафан, Шевания килĕнчен — Иосиф,
(15) Харим килĕнчен — Адна, Мераиоф килĕнчен — Хелкия,
(16) Иддо килĕнчен — Захария, Гиннефон килĕнчен — Мешуллам,
(17) Авия килĕнчен — Зихрий, Миниамин килĕнчен, Моадия килĕнчен — Пилтай,
(18) Вилга килĕнчен — Шаммуй, Шемаия килĕнчен — Ионафан,
(19) Иоиарив килĕнчен — Мафнай, Иедаия килĕнчен — Уззий,
(20) Саллай килĕнчен — Каллай, Аммок килĕнчен — Евер,
(21) Хелкия килĕнчен — Хашавия, Иедаия килĕнчен — Нафанаил.
(22) Левитсене, ăру пуçĕсене,— Елиашив, Иоиада, Иоханан тата Иаддуй вăхăтĕнче, священниксене вара Персире Дария патшана лариччен кĕнекене кĕртнĕ.
(23) Левий ывăлĕсене, ăру пуçĕсене, çулсеренхи кĕнекене Елиашив ывăлĕ Иоханан пурăннă вăхăтран маларах кĕртнĕ.
(24) Левитсен пуçлăхĕсем: Хашавия, Шеревия, Кадмиил ывăлĕ Иисус тата вĕсен тăванĕсем; Давид, Турă çынни, йĕркеленĕ пек, Турра мухтавланă чухне вĕсен пĕр ушкăнĕ тепĕр ушкăнĕпе тĕлметĕл тăнă.
(25) Матфания, Бакбукия, Овадия, Мешуллам, Талмон, Аккув — хапха хуралçисем, вĕсем хапха çумĕнче кĕлетсене хуралланă.
(26) Вĕсем Иоседек ывăлĕн Иисусăн ывăлĕ Иоаким пурăннă вăхăтра, Неемия çĕр пуçлăхĕ тата Ездра кĕнекеçĕ, священник, пурăннă вăхăтра пулнă.
(27) Иерусалим хÿмине тасалăх тивлечĕ кÿмешкĕн Левитсене мĕнпур вырăнтан чĕнтерсе пурне те Иерусалима пуçтарнă: çак уява чаплăн та савăнăçлăн ирттермешкĕн вĕсен мухтав юррисемпе тав юррисем юрласа, кимвал çапса, псалтирьпе кĕсле каласа тăмалла пулнă.
(28) Вара Иерусалим таврашĕнчен, Нетофа ялĕсенчен юрăçсен ывăлĕсем пуçтарăннă,
(29) БефГаггилгалран та, Гева çĕрĕнчен те, Азмавет çĕрĕнчен те килнĕ — юрăçсем хăйсен ялĕсене Иерусалим таврашĕнче лартнă пулнă.
(30) Священниксемпе Левитсем ĕнтĕ хăйсем те кĕлтуса тасалнă, халăха, хапхасемпе хÿмесене те кĕлтуса тасатнă.
(31) Çавăн хыççăн эпĕ Иудея пуçлăхĕсене хÿме çине илсе кайрăм, Турра мухтавласа пымашкăн икĕ пысăк ушкăн йĕркелерĕм, пĕр ушкăнĕ хÿме тăрăх сылтăмалла, Тислĕк хапхи еннелле, кайрĕ.
(32) Ун хыççăн Гошаия тата Иудея пуçлăхĕсен çур йышĕ пычĕç,
(33) вĕсемпе пĕрле пынисем: Азария, Ездра, Мешуллам,
(34) Иуда, Вениамин, Шемаия, Иеремия,
(35) трупа тытнă священниксем тата Ионафан ывăлĕ Захария, — Ионафан вара — Шемаия ывăлĕ, Шемаия — Матфания ывăлĕ, Матфания — Михей ывăлĕ, Михей — Закхур ывăлĕ, Закхур — Асаф ывăлĕ,—
(36) тата унăн тăванĕсем: Шемаия, Азариил, Милалай, Гилалай, Маай, Нафанаил, Иуда тата Хананий пычĕç, вĕсем пурте Турă çынни Давид тутарнă кĕвĕçемĕ сăпрайĕ тытнăччĕ; вĕсен умĕнчен Ездра кĕнекеçĕ пычĕ.
(37) Вĕсем, Çăлкуç хапхи патĕнчен иртсе, Давид çурчĕ çумĕнчи картлашкапа хăпарчĕç те, Давид çурчĕ тĕлĕнчен иртсе, тухăç енчи Шыв хапхи еннелле кайрĕç.
(38) Юрăçсен тепĕр ушкăнĕ вĕсене хирĕç пычĕ, ун хыççăн эпĕ тата çур халăх пычĕ, Кăмака пашнинчен пуçласа Анлă хÿме патне çитиччен хÿме тăрăх пытăмăр,
(39) Ефрем хапхипе Кивĕ хапхаран, Пулă хапхипе Хананел пашнинчен, Меа пашнинчен иртсе, Сурăх хапхи патне çитрĕмĕр, Тĕрме хапхи умĕнче чарăнса тăтăмăр.
(40) Унтан юрăçсен икĕ ушкăнĕ те Турă Çурчĕ патĕнче чарăнса тăчĕ, эпĕ те, манпа пĕрле пуçлăхсен çур йышĕ те унтахчĕ,
(41) унти священниксем: Елиаким, Маасея, Миниамин, Михей, Елиоенай, Захария, Ханания — вĕсем пурте трупа тытнăччĕ,
(42) тата Маасея, Шемаия, Елеазар, Уззий, Иоханан, Малхия, Елам, Езер пулчĕç. Юрăçсем хыттăн янăраттарса юрларĕç; аслийĕ вĕсен Израхия пулчĕ.
(43) Вара çав кун пысăк парнесем кÿтĕмĕр, савăнтăмăр, ĕнтĕ Турă вĕсене пысăк савăнăç пачĕ. Хĕрарăмсем те, ачапăча та питĕ хаваслăччĕ, Иерусалимăн хавасĕ аяккааякка илтĕнсе тăчĕ.
(44) Çав кунах эпир тата управăшпÿлĕмсене пăхса тăма çынсем уйăртăмăр: вĕсен ĕнтĕ малтанхи çимĕçсемшĕн, вуннăмĕш пайшăн яваплă пулмаллаччĕ, священниксемпе Левитсене саккун тăрăх тивĕçекен пая кашни хула çывăхĕнчи уйхиртен пуçтарса тăмаллаччĕ. Иудейсем ĕнтĕ кĕлĕ тăвакан священниксемпе Левитсене курса тем пекех хĕпĕртерĕç!
(45) Кусем вара, Давидпа унăн Соломон ывăлĕ хунă йĕркепе, хăйсен Туррине ĕçлесе тăчĕç, пурне те кĕлтуса тасатрĕç, вĕсем юрларĕç те, хапха умĕнче те тăчĕç.
(46) Ĕнтĕ тахçанах, Давидпа Асаф вăхăтĕнчех, юрăçсене ертсе пыраканĕсем пулнă, çавăн чухнех Турра мухтаса та тав туса юрламалли юрăсем юрланă.
(47) Зоровавель вăхăтĕнче те, Неемия вăхăтĕнче те Израильсем пурте юрăçсемпе хапха хуралçисене кашни кунлăха пай уйăрса панă, Левитсене вара Турра кÿрекен парнерен тивĕçекен таса пая панă, левичĕсем ăна Аарон ывăлĕсене парса тăнă.
13
(1) Çав кун Моисей кĕнекине халăх валли сасăпа вуланă чухне çапла çырнине тĕл пулнă: «Аммон çынни, Моав çынни ĕмĕрне те Турă халăхĕн йышне кĕреймĕ,
(2) мĕншĕн тесессĕн вĕсем Израиль ывăлĕсене çăкăрпашывпа кĕтсе илмен, вĕсене хирĕç тăрса ылханмашкăн Валаама тара тытнă, анчах пирĕн Туррăмăр ылхана пиллĕхе çавăрчĕ» тенĕ кĕнекере.
(3) Çак саккуна илтсессĕн, вĕсем ют йăхсемпе мĕн çыхăннине пурне те Израильрен уйăрнă.
(4) Унччен маларах вара Туррăмăр Çурчĕ çумĕнчи пÿлĕмсене пăхса тăма шаннă Елиашив священник, Товия хурăнташĕ,
(5) Товияна пысăк пÿлĕм хатĕрлесе панă, унччен çав пÿлĕмре тырăпулă парни, латăн, савăтсапа тытнă пулнă, Левитсене, юрăçсене тата хапха хуралçисене саккун тăрăх тивĕçекен вуннăмĕш пая та — тырпулăн, эрехĕн, çăвăн вуннăмĕш пайне — çавăнта хунă пулнă; священниксем валли илсе килнĕ пая та çавăнтах хурса тăнă.
(6) Çакă ĕç пулса иртнĕ чухне эпĕ Иерусалимра пулман: Вавилон патши Артаксеркс вăтăр иккĕмĕш çул патшара ларнă чухне эпĕ патша патне кайнăччĕ; темиçе кун иртсессĕн, патшаран каялла таврăнма ирĕк ыйтса илтĕм.
(7) Иерусалима килсессĕн, эпĕ Елиашив тунă начар ĕç çинчен, Товияна Турă Çурчĕн картишĕнче пÿлĕм пани çинчен, пĕлтĕм,
(8) çакă мана питех те тарăхтарчĕ, эпĕ вара Товия япалисене пурне те пÿлĕмрен кăларса ывăтрăм,
(9) пÿлĕмсене тасатма каларăм, унта каллех Турă Çурчĕн савăчĕсене, тырăпулă парнипе латăна кĕртсе хума хушрăм.
(10) Тата çакна та пĕлтĕм эпĕ: Левитсене вĕсен пайне памаççĕ иккен, хăйсен ĕçне туса пурăннă Левитсемпе юрăçсем вара кашниех хăйĕн çĕрне таратара кайнăмĕн.
(11) Çакăншăн эпĕ пуçлăхсене хытах ятларăм: мĕншĕн Турă Çуртне юхăнтарса янă? терĕм. Вара пăрахса кайнисене пуçтартăм та хăйсен вырăнне лартса тухрăм.
(12) Ĕнтĕ иудейсем пурте пурлăх управăшĕсене тырăпа эрехĕн, çăвăн вуннăмĕш пайне кÿрсе тăма пуçларĕç.
(13) Вара пурлăх управăшĕсене пăхса тăма Шелемия священника, Садок кĕнекеçĕне, Федаия Левита лартрăм, Ханана — Матфания ывăлĕн Закхурăн ывăлне — вĕсене пулăшса тăраканĕ турăм, мĕншĕн тесессĕн вĕсем шанчăклă çынсем шутланатчĕç. Вĕсен ĕнтĕ хăйсен тăванĕсене пай валеçсе парса тăмаллаччĕ.
(14) Эй Туррăм, мана çакăншăн асна илсемччĕ, Туррăм Çурчĕшĕн, унта тумалли ĕçсемшĕн эпĕ епле тăрăшнине, тимленине манăçа ан хăварсамччĕ!
(15) Çав кунсенче эпĕ Иерусалимра шăматкун та юхтаркăчра иçĕм çырли тĕшĕрнине, кĕлте турттарнине, ашаксем çине эрех, иçĕм çырли, смоква тата ытти япала тиесе Иерусалима илеиле кайнине куртăм. Çав кунхине апатçимĕç сутакансене эпĕ çавăн чухнех хытă асăрхаттартăм.
(16) Иерусалимра пурăнакан Тир çыннисем пулă тата ытти тавар илеиле килсе шăматкун Иерусалимра Иудея çыннисене сутатчĕç.
(17) Эпĕ вара ятлăсумлă иудейсене хытах асăрхаттартăм: мĕншĕн эсир усал ĕç тăватăр, шăматкуна ирсĕрлететĕр?
(18) Аçăрсем те çапла туманиха? çавăншăн мариха Туррăмăр пирĕн çине, çак хула çине синкерсехмет янă? Эсир вара шăматкуна ирсĕрлетсе Израиль çине тата вăйлăрах çилĕ çитеретĕр, терĕм.
(19) Çакăн хыççăн шăматкун умĕн, Иеруса
(13) лим хапхисем умĕнче тĕттĕмленсен, эпĕ алăксене питĕрсе илме хушрăм, вĕсене шăматкун иртсе кайиччен ан уçăр терĕм. Шăматкун нимĕнле çĕклем те хулана ан кĕрейтĕр тесе хам тарçăмсене те хапхасем умне тăратрăм.
(20) Пĕрикĕ хутчен вара тĕрлĕ тавар сутакансемпе улшуçсем Иерусалим тулашĕнче çĕр каçрĕç.
(21) Ĕнтĕ эпĕ вĕсене хытах каларăм: мĕншĕн эсир хÿме çумĕнче çĕр каçатăр? Тата тепре çапла тусассăн, эпĕ сире вăйпах хăваласа ярăп, терĕм. Çавăн хыççăн вара вĕсем шăматкун килме пăрахрĕç.
(22) Вара шăматкун тасалăхне уямашкăн эпĕ Левитсене кĕлтуса тасалма, ун хыççăн хапхасем умĕнче хуралта тăма хушрăм. Эй Туррăмçăм, çакăншăн асна илсемччĕ мана, Хăвăн аслă ырăлăхупа хĕрхенсемччĕ мана!
(23) Тата çав кунсенче эпĕ Азот, Аммон, Моав хĕрĕсене качча илнĕ иудейсене куртăм:
(24) çавăнпа ĕнтĕ вĕсен çур ачипăчи азотла е урăх халăх чĕлхипе калаçать, иудейла калаçма пĕлмест.
(25) Çав упăшкасене çакăншăн ятларăм эпĕ, ылхантăм, хăшнепĕрне хĕнерĕм те, çÿçрен тăпăлтартăм. Вĕсене Турă ячĕпе тупа тутарса çапла каларăм: хăвăр хĕрĕрсене вĕсен ывăлĕсене ан парăр, вĕсен хĕрĕсене хăвăр ывăлăрсем валли, хăвăр валли ан илĕр.
(26) Соломон, Израиль патши, çапла çылăха кĕменччĕиха? Тĕрлĕ халăхсем хушшинче ун пек патша пулман. Ăна Турă юратнă, Турă ăна пĕтĕм Израиль патшине лартнă, анчах ют çĕртен илнĕ арăмĕсем ăна та çылăха кĕртнĕ.
(27) Халĕ ĕнтĕ пирĕн эсир те çавăн пек усалран та усал ĕç туни çинчен, ют çĕр арăмĕсемпе пурăнса Турă умĕнче çылăха кĕни çинчен илтсе тăмаллаи? терĕм.
(28) Иоиада аслă священникăн Елиашивăн ывăлĕччĕ. Унăн пĕр ывăлĕ Хорон çыннин Санаваллатăн хĕрне качча илнĕччĕ. Эпĕ ăна çак вырăнтан хăваласа ятăм.
(29) Эй Туррăмçăм, астутар вĕсене: вĕсем священник ятне, священниксемпе Левитсем хывнă халала вараларĕç.
(30) Çапла эпĕ вĕсене ютпа мĕн çыхăннинчен пĕтĕмпех тасатрăм, кашни çыннине хăй вырăнне тăратса, священниксемпе Левитсен Турă умĕнчи ĕçне çĕнĕрен пуçласа ятăм,
(31) каласа хунă вăхăтра вутă, малтанхи çимĕçе кÿрсе тăрассине те йĕркелерĕм. Эй Туррăмçăм, эпĕ ырă тунине асна илсемччĕ!
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓