Ездрăн Иккĕмĕш Кĕнеки


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Ездрăн Иккĕмĕш Кĕнеки

1

(1) Пĕрремĕш уйăхăн вунтăваттăмĕш кунĕнче Иосия Иерусалимра Çÿлхуçа ячĕпе пасха ирттернĕ, пасха путекĕ пуснă,

(2) кĕлĕ тумĕ тăхăннă священниксене Çÿлхуçа Çуртĕнче хăйсен вырăнне тăратса тухнă.

(3) Иосия Левитсене, Израиль халăхĕшĕн ĕçлесе тăракансене, каланă: Давид ывăлĕ Соломон туса лартнă Çурта Çÿлхуçанăн таса арчине лартмашкăн хăвăра Çÿлхуçа умĕнче тасалăх тивлечĕ кÿрĕр.

(4) Малашне сирĕн ăна хулпуççи çине лартса çĕклемелле пулмĕ; халĕ Çÿлхуçа Туррăршăн ĕçлесе тăрăр, Унăн Израиль халăхĕшĕн тăрăшăр, Израиль патши Давид хушнă пек, унăн ывăлĕ Соломон вĕрентсе хăварнă пек, йăхăнйăхăн, ăрăвăнăрăвăн илемлĕн пайланса йĕркеленĕр,

(5) сăваплă вырăнта хăвăр тăванăрсем умне, Израиль ывăлĕсем умне, Левитсен ăрăвĕсемтăхăмĕсем тăрăх ушкăнăнуш кăнăн тăрса тухăр,

(6) вара йĕрке тăрăх пасха путекĕ пусăр, хăвăр тăванăрсем валли парнесем хатĕрлĕр, Çÿлхуçа Моисее панă ÿкĕте пурăнăçа килтерсе пасха ирттерĕр, тенĕ.

(7) Иосия çавăнта пуçтарăннă халăха пасха парни кÿме вăтăр пин путекпе качака таки, виçĕ пин пăру панă; патша çапла тума сăмах панипе, çав парнелĕх выльăха ĕнтĕ халăха, священниксемпе Левитсене унăн кĕтĕвĕсенчен илсе килсе панă.

(8) Турă Çурчĕшĕн яваплă Хелкияпа Захария та, Иеиил та пасха ячĕпе парне кÿме священниксене икĕ пин те ултçĕр пуç сурăх тата виççĕр пуç вăкăр панă.

(9) Пинпÿсем Иехония, Самей, ун тăванĕ Нафаниил, Асавия, Охиил, Иорам Левитсене пасха парнилĕх пилĕк пин пуç сурăх тата çичçĕр вăкăр панă.

(10) Çак ĕç пынă вăхăтра илемлĕ, чаплă тумтир тăхăннă, хăйсен ăрăвĕсемтăхăмĕсем тăрăх тăрса тухнă священниксемпе Левитсем,

(11) Моисей кĕнекинче çырса кăтартнă пек, Çÿлхуçана парне кÿмешкĕн халăх умĕнче тутлăлла çăкăрсем тытса тăнă. Ку вăл ирхи вăхăтра пулнă.

(12) Пасха путекне, йĕрке хушнă пек, вутçулăм çинче пĕçернĕ, парнесене пăхăр савăтсемпе хурансенче ырă шăршăллă курăксем ярса пĕçернĕ те пĕтĕм халăха валеçсе панă.

(13) Çавăн хыççăн вара хăйсем валли тата священниксем валли, хăйсен тăванĕсем Аарон ывăлĕсем валли, хатĕрленĕ.

(14) Священниксем ĕнтĕ мĕн тĕттĕм пуличченех парне çăвĕ кÿнĕ, çавăнпа Левитсем хăйсем валли те, хăйсен тăванĕсем Аарон ывăлĕсем валли те пĕçерсе хатĕрленĕ.

(15) Турă Çуртĕнче юрлакансем, Асаф ывăлĕсем, — Давид, Асаф, Захария, Еддинус вĕрентнĕ пек — хăйсен вырăнĕнчех тăнă.

(16) Кашни хапха патĕнче тăракан хуралçăсен те хăйсен черетне пăрахса кайма юраман: вĕсем валли хăйсен тăванĕсем, Левитсем, пĕçерсе хатĕрленĕ.

(17) – (18) Иосия патша хушнипе çав кун пасха ирттернĕ чухне Çÿлхуçана мĕнле парне кÿмеллине, Çÿлхуçанăн парне вырăнĕ çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿмеллине пĕтĕмпе пурăнăçа килтернĕ.

(19) Çав вăхăтра унта пулнă Израиль ывăлĕсем вара пасхăпа тутлăлла çăкăр уявне çичĕ кун хушши уявланă.

(20) Çакăн пек пасха Израильре Самуил пророк вăхăтĕнче пулнăранпа та пулман.

(21) Израилĕн пĕр патши те Иосия, священниксем, Левитсем, иудейсем тата çав вăхăтра Иерусалимра пурăннă Израильсем ирттернĕ пек пасха ирттерсе курман.

(22) Çак пасхăна Иосия вунсаккăрмĕш çул патшара ларнă чухне ирттернĕ.

(23) Иосия хăйĕн ĕçĕсене Çÿлхуçа умĕнче чунчĕререн, тÿрĕ кăмăлпа туса тăнă.

(24) Ун вăхăтĕнче мĕн пулса иртнине унчченхи çулсеренхи кĕнекесенче çырса кăтартнă: Израиль халăхĕ кирек хăш халăхран та, кирек хăш патшалăхран та ытларах çылăха кĕрсе Çÿлхуçана хирĕçле усал ĕçсем туни çинчен, пĕлсе тăрсах Çÿлхуçана хурлани çинчен, Унăн сăмахĕсем Израиле мĕншĕн хирĕçле пулни çинчен çырса кăтартнă.

(25) Иосия тунă çав ĕçсем хыççăн акă мĕн пулса иртнĕ: фараон, Египет патши, Евфрат шывĕ хĕрринчи Каркамис хулине вăрçăпа кайнă, Иосия ĕнтĕ ăна хирĕç тухнă.

(26) Египет патши ун патне çапла калама элчĕсем янă: Иудея патши, сана та, мана та мĕн халь?

(27) Сана хирĕç яман мана Çÿлхуçа Турă: эпĕ Евфрат çинче вăрçă вăрçатăп, халĕ Çÿлхуçа — манпа пĕрле, Çÿлхуçа мана хистет; пăрăн, Çÿлхуçана ан хирĕçле, тенĕ.

(28) Анчах Иосия хăйĕн çар урапи çине таврăнман, Иеремия пророк урлă каланă Çÿлхуçа сăмахне тăнламасăр, фараонпа çапăçмах шут тытнă.

(29) Вара Мегиддо хирĕнче унпа çапăçăва кĕнĕ. Иосия патша патне пуçлăхра тăракансем пуçтарăнса пынă.

(30) Патша хăйĕн тарçисене каланă: илсе тухăр мана çапăçу хирĕнчен — эпĕ халтан кайрăм, тенĕ. Тарçисем ăна çавăнтах ĕретрен илсе тухнă.

(31) Вара вăл хăйĕн иккĕмĕш çар урапи çине куçса ларнă, Иерусалима таврăнсанах вилнĕ, ăна ашшĕсенĕн тупăк I лăхне пытарнă.

(32) Иосияшăн пĕтĕм Иудея хурланса йĕнĕ, уншăн Иеремия пророк та макăрнă, пуçлăхсемпе вĕсен арăмĕсем уншăн хÿхленĕ, çав хÿхлев юррисем паян кунчченех сыхланса юлнă, вĕсене Израиль йăхне яланлăха парса хăварнă.

(33) Çакна тата Иосия мĕнмĕн туса хăварни çинчен те, унăн чапĕ çинчен те, вăл Çÿлхуçа саккунне епле пĕлни çинчен те Иудея патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса хăварнă; унăн малтанхи ĕçĕсене тата халĕ асăннă ĕçĕсене Израильпе Иудея патшисенĕн кĕнекинче çырса кăтартнă.

(34) Халăх вара Иосия ывăлне Иехонияна [Иоахаза] ашшĕ вырăнне патшана лартнă, Иехония çавăн чухне çирĕм виççĕре пулнă.

(35) Вăл Иудейăпа Иерусалимра виçĕ уйăх хушши патшара ларнă; вăл Иерусалимра текех патшара ан лартăр тесе, Египет фараонĕ ăна патшаран сирпĕтнĕ.

(36) Халăх çине хырçă — çĕр талант кĕмĕл, пĕр талант ылтăн — хунă.

(37) Египет патши ĕнтĕ унăн тăванне Иоакима Иудейăпа Иерусалим патшине лартнă.

(38) Аслă улпутсене сăнчăрланă, унăн тăванне Заракина вара Египета янă.

(39) Иудейăпа Иерусалим патшине ларнă чухне Иоаким çирĕм пиллĕкре пулнă, Çÿлхуçа умĕнче вăл усал ĕçсем тунă.

(40) Вавилон патши Навуходоносор ăна хирĕç тухнă, ăна пăхăр сăнчăрпа сăнчăрласа, Вавилона илсе кайнă.

(41) Çÿлхуçа Çуртĕнчи хăшпĕр таса савăтсене Навуходоносор Вавилона илсе кайса хăйсен туррин çуртне вырăнаçтарса лартнă.

(42) Иоаким ĕçĕсем çинчен, вăл епле асăхса, йĕркесĕр пурăнни çинчен патшасенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(43) Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ Иоаким ларнă; патшана лартнă чухне вăл вунсаккăрта пулнă.

(44) Иерусалимра вăл виçĕ уйăх та вунă кун хушши патшара ларнă, Çÿлхуçа умĕнче вăл усал ĕçсем тунă.

(45) Тепĕр çултан Навуходоносор ун патне çынсем янă та ăна Çÿлхуçанăн таса савăчĕсемпе пĕрле Вавилона илсе пыр тарнă,

(46) Иудейăпа Иерусалим патшине çирĕм пĕр çулхи Седекияна лартнă. Вăл вунпĕр çул патшара ларнă.

(47) Вăл та Çÿлхуçа умĕнче усал ĕçсем тунă, Çÿлхуçа Иеремия пророк урлă каланă сăмахсене тăнламан.

(48) Вăл, Навуходоносор патшана Çÿлхуçа ячĕпе тупа тунăскер, çав тупана пăснă, унран хăпнă, куштанланса, чĕрине хаярлатса ярса, Çÿлхуçанăн, Израиль Туррийĕн, саккунĕсене пăхăнма пăрахнă.

(49) Çавăн пекех халăх пуçлăхĕсем те, священниксен пуçлăхĕсем те, хăйсен тасамарлăхĕпе пур суя тĕнлĕ халăхсенчен те ирттерсе, ытла усалланса пурăннă, Иерусалимри тасалăх тивлечĕ кÿнĕ Çÿлхуçа Çуртне ирсĕрлетнĕ.

(50) Ашшĕсенĕн Турри, вĕсене Хăй енне çаврăнма чĕнсе, вĕсем патне Хăйĕн хыпарçисене ярсах тăнă, мĕншĕн тесессĕн Вăл вĕсене тата Хăйĕн Çуртне хĕрхеннĕ;

(51) анчах вĕсем Унăн хыпарçисенчен кулнă çеç, шăпах Çÿлхуçа каланă кунхине вĕсем Унăн пророкĕсенчен мăшкăлласа кулнă,

(52) вара Вăл, Хăйĕн халăхне йĕркерен тухса пурăнн,^шăн çилленсе çитсе, Халдея патшисеь вĕсене хирĕç тухма хушнă.

(53) Халдейсе: вара вĕсен яш ачисене хăйсенĕн сăвапл Çурчĕ çумĕнчех хĕçпе чиксе пăрахнă, яго ачана та, хĕре те, ваттине те, çамрăккине те хĕрхенмен — пурне те çавсен аллине ÿкернĕ.

(54) Çÿлхуçа Çуртĕнчи мĕнпур сăваплă савăта — пысăккине те, пĕчĕккине те — патшан мулнепурлăхне пĕтĕмпех Вавилона илсе кайнă.

(55) Çÿлхуçа Çуртне çунтарса янă, Иерусалим хÿмисене аркатнă, ун пашнисене вут тивертсе çунтарнă,

(56) хулан чаплă илемĕнчен ĕнтĕ нимĕн те юлман; хĕç тĕлне лекменнисене Вавилона илсе кайнă.

(57) – (58) Вара вĕсем перссем хуçа пулса тăричченех, Çÿлхуçанăн Иеремия урлă çĕрĕн шăмат çулĕсем çинчен каланă сăмахĕсем тÿрре киличченех, Халдея патшин тата ун ывăлĕсенĕн чурисем пулса пурăннă; хăйĕн шăмат çулĕсене уявлама пăрахнă çĕр вара çав юхăнăç вăхăтĕнче çитмĕл çул канса выртнă.

2

(1) Перси патши Кир пĕрремĕш çул патшара ларнă чухне, Иеремия урлă каланă Çÿлхуçа сăмахне пурăнăçа килтерсе,

(2) Çÿлхуçа Кирăн, Перси патшийĕн, чун хавалне хускатса янă та, вăл вара пĕтĕм патшалăхĕ тăрăх сăмах вĕççĕн те, çырупа та çапла пĕлтернĕ:

(3) Кир, Перси патши, çапла калать: Израиль Çÿлхуçи, Çÿлти Турă мана тĕнче патшине лартрĕ,

(4) мана Иудея çĕрĕнчи Иерусалим хулинче Хăйне валли Çурт лартма хушрĕ.

(5) Çапла ĕнтĕ, сирĕн хушшăрта Ун халăхĕн çыннисем пулсассăн,— ĕнтĕ хăйсен Çÿлхуçи вĕсемпе пĕрле пултăр! — Иудейăри Иерусалим хулине Израиль Çÿлхуçин Çуртне лартма кайччăр. Вăл — Иерусалимра пурăнакан Турă.

(6) Вĕсем ăçта, мĕн чухлĕ пурăннине пăхмасăр, çав вырăнти çынсем вĕсене ылтăнпа кĕмĕл,

(7) лашасем, выльăхчĕрлĕх паччăр, Иерусалимри Турă Çурчĕ валли мĕн пама пулнине парса пулăшчăр, тенĕ.

(8) Çÿлхуçа çынсен чун хавалне Иерусалима таврăнма, унти Çÿлхуçа Çуртне çĕнĕрен лартма хускатса янă та, вара çав çынсем — Иудăпа Вениамин ăрăвĕсен пуçлăхĕсем, священниксемпе Левитсем, ĕнтĕ камăн кăмăлĕ çаврăннă, çавсем пурте — кар çĕкленнĕ;

(9) кÿршĕллĕ пурăнакансем вĕсене мĕн пуррипе пулăшнă: ылтăнкĕмĕл те, лашасемпе выльăхчĕрлĕх те панă, нумайăшĕ тата, хаВаллă кăмăлпа Турă Çурчĕ валли парне хывма пулса, темĕн чухлĕ парне панă.

(10) Кир патша та ĕнтĕ Çÿлхуçанăн таса савăчĕсене — Навуходоносор Иерусалимран куçарса кайса хăй туррин çуртне хунă савăтсене — илсе тухнă.

(11) Илсе тухсанах Кир, Перси патши, вĕсене хăйĕн мул управçине Мифридата панă,

(12) ун урлă вĕсене Иудея аслă улпутне Саманассара панă.

(13) Акă мĕн чухлĕ савăт пулнă: çу ямалли ылтăн савăт — пин, çу ямалли кĕмĕл савăт — пин, кĕмĕл тĕтĕркĕч — тăххăр, ылтăн курка — вăтăр, кĕмĕл курка — икĕ пин те тăватçĕр вуннă, ытти савăт — пин.

(14) Пĕтĕмпе пилĕк пин те тăхăрçĕр утмăл тăхăр ылтăн тата кĕмĕл савăт илсе килнĕ пулнă.

(15) Вĕсене Саманассар тата унпа пĕрле Вавилон тыткăнĕнчен таврăнакансем илсе килнĕ.

(16) Перси патшинче Артаксеркс ларнă вăхăтра Вилем, Мифридат, Тавеллий, Рафим, Веелтефм, Самеллий çыруçă тата вĕсемпе пĕр шухăшлă çынсем, Самарире тата ытти вырăнта пурăннăскерсем, патша патне çакăн пек çыру çырнă:

(17) «Артаксеркс патшана, хуçамăра — санăн чурусем: пулнииртнине çырса пыракан Рафимпа Самеллий çыруçă, вĕсен канашĕнчи ытти çынсем, КелеСирипе Финикийăра тăракан тÿресем.

(18) Патша хуçамăр паянтан пĕлсе тăтăрччĕ: сирĕн патăртан пирĕн пата тухса килнĕ иудейсем Иерусалима, çак çылăхлă та ултавлă хулана, çитсессĕн унти урам тăваткăлĕсене тирпейлеме тытăнчĕç, хÿмине хăпартаççĕ, Турă Çурчĕн никĕсне хываççĕ.

(19) Çапла ĕнтĕ, çак хулана туса лартсассăн, унăн хÿмине çĕнетсе тухсассăн, вĕсем хырçă тÿлеме те килĕшмĕç, ун пек çеç марха, патшасене те хирĕç тăрĕç.

(20) Ĕнтĕ Турă Çуртне тума тытăнчĕç те, эпир çакăн çинчен шарламасăр тăрар мар терĕмĕр,

(21) патша хуçамăра тата çакна та пĕлтересшĕн: эсĕ аçусенĕн кĕнекисене пăхса илме кăмăл тумăнши?

(22) Çулсеренхи кĕнекере эсĕ çавăн çинчен çырнине тупăн та çак хула сутăнчăк хула, патшасемпе хуласене пăлхатса тăнă хула пулнине,

(23) иудейсем вара унта яланах кавар тăвакан çылăхлă çынсем пулнине, çак хулана шăпах çавăнпа аркатнине вуласа пĕлĕн.

(24) Халĕ патша хуçамăра çакна пĕлтеретпĕр: çак хулана туса пĕтерсессĕн, ун хÿмисене юсаса çавăрăнсассăн, санăн КелеСирипе Финикийăна çÿреме çул пулмĕ».

(25) Патша вара пулнииртнине çырса пыракана Рафима, Веелтефма, Самеллий çыруçăна тата вĕсемпе пĕр шухăшлă çынсене — Самарире, Сирире, Финикийăра пурăнакансене — çапла хуравласа çырса янă:

(26) «ман патăма янă сирĕн çырăва вуласа тухрăм та тĕрĕслеме хушрăм; вара I çакă паллă пулчĕ: ку хула авалтанпах патшасене хирĕç тăрать,

(27) çыннисем те кусем унта пăлхавпа вăрçă çĕклесех тăраççĕ, Иерусалимра вăйлă та хăватлă патшасем те пулнă, вĕсем КелеСирие, Финикийăна хăйсен аллинче тытса тăнă, вĕсенчен хырçă пуçтарнă.

(28) – (29) Патшасене ан канăçлантарччăр тесе, урăх нимĕн те ан туччăр, вĕсен усал шухăшлă ĕçĕтĕллевĕ ăнăçуллă ан пултăр тесе, халĕ эпĕ çав хулана юсакансене чарса лартма, вĕсене сăнасах тăма хушрăм».

(30) Артаксеркс патшаран илнĕ çырăва вуласа тухсассăн, Рафимпа Самеллий çыруçă тата вĕсемпе пĕр шухăшлисем утлă çарпа, халăх çарĕпе васкасах Иерусалима тухса кайнă та

(31) хула тăвакансене чарса лартнă. Вара Иерусалимра Турă Çуртне тăвасси Перси патшине Дарий ларичченех чарăнса тăнă, çак ĕç Дарий иккĕмĕш çул патшара ларнă чухне çеç çĕнĕрен хускалнă.

3

(1) Дарий патша хăйне пăхăнса тăракансемпе килĕнчи çыннисене, Мидипе Персин мĕнпур аслă улпутне,

(2) хăйне Индирен пуçласа Эфиопи таран пăхăнса тăракан çĕршывсен çĕр çирĕм çичĕ çĕрĕн пĕтĕм аслă пуçлăхне, çарпуçсене, тÿришарине пысăк ĕçкĕ туса панă.

(3) Ĕçсеçисе тăрансан, пурте саланнă; Дарий патша вара хăйĕн çывăрмалли пÿлĕмне кайнă, çывăрнă, унтан вăраннă.

(4) Çав хушăра çывăракан патшана хуралласа тăнă сыхлавçăсем, виçĕ çамрăк, пĕрпĕрне çапла каланă:

(5) пирĕнтен кашнийĕ тĕнчере пуринчен те вăйли çинчен пĕр сăмахпа калатăр. Хăшĕн сăмахĕ ыттинчен ăслăрах пулать, çавна Дарий патша пысăк парне парĕ, чыс тăвĕ.

(6) Çавă вара хĕрхĕлтĕм тум тăхăнса çÿрĕ, ылтăн савăтран ĕçĕ, ылтăн çинче çывăрĕ, ылтăн йĕвенлĕ урхамах кÿлнĕ çар урапипе тухса çÿрĕ, пуçне виссон хăю çыхĕ, мăйне чаплă мăя çакĕ,

(7) пысăк ăсне кура Дарипе юнашар ларĕ, ăна Дарий хурăнташĕ теме тытăнĕç, тенĕ.

(8) Çавăнтах кашнийĕ хăйĕн сăмахне çырса, пичет пусса çыпăçтарнă та ăна Дарий патша пуç вĕçне хурса каланă:

(9) патша вăрансан, ăна эпир çырнине парĕç; патшапа Персин виçĕ аслă улпучĕ, мĕн çырнине тишкерсе, хăшĕн сăмахне ăслăрах тесе йышăнĕç, çавна мала хурĕç, тенĕ.

(10) Пĕри çапла çырнă: пуринчен те вăйли эрех, тенĕ.

(11) Тепĕри çырнă: патша вăйлăрах, тенĕ.

(12) Виççĕмĕшĕ çырнă: хĕрарăмсем вăйлăрах, анчах пурне те чăнлăх çĕнтерет, тенĕ.

(13) Акă патша вăраннă та, ăна çак çырусене панă, вăл вуласа тухнă.

(14) Вара Персипе Мидин пур аслă улпутне, пысăк ирĕклĕ пуçлăхсемпе çарпуçсене, çĕрсен пуçлăхĕсемпе канашçăсене чĕнсе илнĕ,

(15) ĕнтĕ канаш тумалли пÿлĕме ларнă та мĕн çырнине вĕсем умĕнче вуласа панă.

(16) Патша каланă: чĕнсе кĕртĕр çав яш ачасене, хăйсен сăмахĕсене ăнлантарса паччăр, тенĕ. Чĕнсе илнĕ, лешĕсем вĕсем патне кĕнĕ.

(17) Патша вĕсене каланă: пире хăвăр çырнине ăнлантарса парăр, тенĕ. Малтанхи, эрех вăйĕ çинчен çырнăскерĕ, кала пуçланă, вăл çапла каланă:

(18) эй арсем! Еплерех те вăйлă вăл, эрех! Вăл хăйне ĕçекен мĕнпур çынна ăсран кăларать;

(19) вăл патшапа тăлăхтурат ăсне те, чурапа ирĕклĕ çын ăсне те, пуянпа чухăн ăсне те пĕр пек тăвать;

(20) кирек мĕнле ăса та хĕпĕртÿпе савăнăçа çавăрать, çын вара нимĕнле хуйăха та, нимĕнле тивĕçе те астумасть,

(21) пур чĕрене те пуян туса ярать вăл, вара никам та патша çинчен те, пуçлăх çинчен те шухăшламасть; кирек кама та вăл хăйĕн пултарулăхĕ çинчен калаçма хистет.

(22) Ÿсĕрĕлсессĕн çынсем тусне те, тăванне те манаççĕ, кĕçех хĕçне туртса кăлараççĕ,

(23) урăлса çитсессĕн, мĕн тунине те астумаççĕ.

(24) Эй арсем! эрех çапла тутарма пултарать пулсассăн, вăл пуринчен те вăйлă мари вара? тенĕ. Яш ача çапла каланă та — шăпланнă.

4

(1) Иккĕмĕшĕ, патша вăйĕ çинчен çырнăскерĕ, кала пуçланă:

(2) эй арсем! вăйлă мариха çĕрпе тинĕсе тата унта мĕн пуррине тытса тăракан çынсем?

(3) Анчах патша вĕсене çĕнтерет, вĕсенĕн хуçи пулса тăрать, вĕсене хушса тăрать, вăл мĕн каласассăн та, пурте ăна пăхăнаççĕ.

(4) Пĕрпĕрне хирĕç тапăнса тухма кала сассăн та, çавна тăваççĕ вĕсем; вĕсене тăшмансене хирĕç ярать пулсассăн, вĕсем каяççĕ, тусене, хÿмесене, пашнесене аркатаççĕ,

(5) вĕлереççĕ, хăйсем те вилеççĕ, анчах патша сăмахĕнчен иртмеççĕ; çĕнтерес пулсассăн, туртса илнĕ тупăша та, ыттине те пĕтĕмпех патшана килсе параççĕ.

(6) Вăрçа çÿременнисем, çапăçманнисем çĕр ĕçлеççĕ, акнă хыççăн пуçтарса илнине каллех патшана кÿрсе параççĕ,

(7) пĕри тепĕрне хистехисте патшана хырçă парса тăраççĕ.

(8) Вăл пĕртенпĕрре, вăл вĕлерме каласан — вĕлереççĕ, ирĕке яма каласан — ирĕке яраççĕ; хĕнеме каласан — хĕнеççĕ;

(9) тустарма каланă — тустараççĕ; туса лартма каланă — туса лартаççĕ; касса тăкма каланă — касаççĕ; çĕнĕрен лартма каланă — лартаççĕ;

(10) унăн пĕтĕм халăхĕ, çарĕ ăна пăхăнать. Кунсăр пуçне вăл кĕрекере ларать, ĕçсе çиет, выртса çывăрать,

(11) çынсем ун тавра сыхласа тăраççĕ, никам та пăрахса кайса хăйĕн ĕçне тума пултараймасть, ăна итлемесĕр тăраймасть.

(12) Эй арсем! Ăна çапла пăхăнса тăраççĕ пулсассăн, чи вăйли патша мари вара? тенĕ те — шăпланнă иккĕмĕшĕ.

(13) Виççĕмĕшĕ, хĕрарăмсемпе чăнлăх çинчен çыраканĕ,— ку Зоровавель пулнă,— кала пуçланă:

(14) эй арсем! Патша аслă мариха, çынсем те нумайăшĕ аслă мари, эрех вăйлă мари? Анчах кам хуçаланать вĕсемпе, кам тытса тăрать? хĕрарăм мари?

(15) Патшана та, тинĕспе çĕре тытса тăракан халăха та арăмсем çуратнă;

(16) эрех тума иçĕм лартса ÿстерекенсем те вĕсенченех çуралнă, вĕсен сĕчĕпе çитĕннĕ;

(17) вĕсем çынсем валли кĕпетумтир тăваççĕ, çынсене илем кÿреççĕ — çынсем арăмсăр пулма пултараймаççĕ.

(18) Ылтăнпа кĕмĕл пухаççĕ, ытти тĕрлĕрен хаклă йышши япала та пухса пыраççĕ, унтан чипер сăнлă, хитре хĕрарăма кураççĕ те,

(19) пурне те пăрахса, ун патнелле ăнтăлаççĕ, ун çине çăвар карса пăхаççĕ, ĕнтĕ пурте ылтăнпа кĕмĕлтен те, ытти хаклă япаларан та ытларах ун çумне çыпçăнаççĕ.

(20) Çын хăйне пăхса ÿстернĕ ашшĕне те, хă йĕн çĕршывне те пăрахса хăварать те арăмĕ çумне çыпçăнать,

(21) арăмĕшĕн чунне парать, ашшĕамăшне те, хăйĕн çĕршывне те астумасть.

(22) Çакăнтан эсир хăвăрпа хĕрарăм хуçаланнине пĕлме тивĕçлĕ. Тар тăкса йывăр ĕçлеместĕри эсир, пĕтĕм вăйхалăра хумастăри, кайран пурне те арăмăра памастăри, уншăн тумастăри?

(23) Çын хăйĕн хĕçне илет те çаратма, вăрлама çул çине тухать, вăл тинĕсюханшыв тăрăх ишме сатĕр,

(24) арăслана тĕл пулать, тĕттĕмре çĕтсе çÿрет; вăрлать, çаратать, хурах пусать, мĕн тупнине тÿрех савнă хĕрарăмĕ патне илсе каять.

(25) Çын вăл ашшĕпе амăшĕнчен ытларах хăйĕн арăмне юратать.

(26) Нумайăшĕ хĕрарăмсене пула ăсран тухнă, вĕсене пула чура пулса тăнă.

(27) Нумайăшĕ пуç хунă, çултан аташнă, хĕрарăмсене пула çылăха кĕнĕ.

(28) Элле халĕ ĕненмĕрши мана? Патша хăватлă та аслă мари? Çĕршывсем ăна тĕкĕнме хăрамаççĕи?

(29) Эпĕ патшана тата унăн сылтăм енче ларакан Апаминăна — мухтавлă Вартак хĕрне, патша çумарăмне — курнă;

(30) çавă вара патшанăн пуçкăшăльне хывса илетчĕ те хăй пуçне тăхăнтартатчĕ, сулахай аллипе патшана питрен çупса илетчĕ.

(31) Патша вара ун çине çăвар карса пăхса ларатчĕ: лешĕ кулсан, патша та кулать; лешĕ çилленсен, патша унпа килĕштересшĕн ăна ачашлать.

(32) Эй арсем! Патша та çапла тăвать пулсан, еплеха хĕрарăм вăйлă ан пултăр?

(33) Çакăн хыççăн патшапа аслă улпутсем пĕрпĕрин çине пăхса илнĕ, яш ачи вара чăнлăх çинчен кала пуçланă.

(34) Эй арсем! Вăйлă мари хĕрарăмсем? Çĕр — аслă, тÿпе — çÿллĕ, хĕвел хăвăрт шăвать: пĕр кунра вăл тÿпе тавра çаврăнса хăйĕн вырăнне таврăнать.

(35) Аслă мариха çакна туса тăраканĕ? Чăнлăх аслă, пуринчен те вăйлă.

(36) Пĕтĕм çĕр чăнлăха тархаслать, тÿпе ăна мухтавлать, пур ĕç те ун умĕнче чĕтресе, кисренсе тăрать. Унăн суйи çук.

(37) Эрех тÿрĕ мар, патша тÿрĕ мар, хĕрарăмсем тÿрĕ мар, этем ывăлĕсем пурте тÿрĕ мар, вĕсен ĕçĕсем те пурте çавăн пек, вĕсен че чăнлăх çук, вĕсем хăйсен тĕрĕсмарлăхĕпех пĕтĕç;

(38) чăнлăх вара ĕмĕрех пур, ĕмĕрех вăйлă, вăл ĕмĕрĕмĕр хуçа пулса пурăнать.

(39) Вăл никама та юрама тăрăшмасть, уншăн пурте тан, вăл, пĕтĕм тĕрĕсмарлăхпа усаллинчен пăрăнса, тĕрĕссипе тăвать, пурте ун ĕçĕсене ырлаççĕ.

(40) Вăл сут тунинче тÿрĕ марри нимĕн те çук; вăл — пур ĕмĕрсен вăйĕ, патшалăхĕ, хăвачĕпе ăслăлăхĕ: чăнлăх Турри мухтавлă!

(41) Виççĕмĕш яш ача калама чарăннă. Вара пурте кăшкăрса ярса каланă: чăнлăх аслă, пуринчен те вăйлă, тенĕ.

(42) Çавăн хыççăн патша яш ачана каланă: мĕн кăмăл тăватăн, çавна ыйт, çырнинчен те ытларах ыйт, парăпăр сана, мĕншĕн тесессĕн эсĕ чи ăсли пултăн, ĕнтĕ манпа юнашар ларăн, сана патша хурăнташĕ теме тытăнĕç, тенĕ.

(43) Вара яш ача патшана каланă: хăвăн патшалăхна йышăннă кунхине панă сăмахна — Иерусалим хулине çĕнĕрен туса лартма,

(44) Иерусалимран илсе кайнă савăтсене каялла тавăрма пулнине — асна илсемччĕ, тата Кир мĕнле сăмах панине те асна илсемччĕ: вăл Вавилона тустарса тухнă хыççăн çав суйласа илнĕ савăтсене çавăнтах ăсатма пулнăччĕ.

(45) Эсĕ тата халдейсем Иудейăна çĕмĕрсеçаратса хăварнă чухне идумейсем çунтарса янă Çурта тума пултăн.

(46) Эй патша хуçамăм, шăпах çакăн çинчен ыйтатăп та эпĕ санран, тархаслатăп сана, санăн аслăлăху çакă вăл: Çÿлти Патша умĕнче тума пулса, хăвăн чĕлхÿçăварупа сăмах панине пурăнăçа килтерме ыйтатăп, тенĕ.

(47) Вара Дарий патша ура çине тăнă та ăна чуптунă, ăна çыру çырса панă: çырăвĕнче пур çĕрĕн пуçлăхĕсене, çарпуçсене, пысăк ирĕклĕ пуçлăхсене çав яш ачана тата унпа пĕрле Иерусалим хулине тума каякансене пурне те ирттерсе яма хушнă.

(48) Çавăн пекех КелеСири çĕрĕнчи, Финикия çĕрĕнчи тата Ливан тăвĕ çинчи вырăнти пуçлăхсене Ливанран Иерусалима кедр йывăçĕ кÿрсе тăма, хула тумашкăн пулăшма хушса çырусем çырнă.

(49) Хăй патшалăхĕнчен Иудейăна тухса каякан иудейсен ирĕклĕхĕ çинчен çырнă: йĕрке тытса тăракансенчен никам та — çĕр пуçлăхĕ те, пысăк ирĕклĕ пуçлăх та, пăхса тăраканĕ те — вĕсен алăкĕ патне пымалла мар,

(50) вĕсем тытса тăракан пĕтĕм çĕршыва хырçăран хăтармалла, иудейсен ялĕсене йышăннă идумейсен унтан тухса каймалла;

(51) çавăн пекех Турă Çуртне тума, ăна туса пĕтеричченех, çулсерен çирĕм талант парса тăмалла;

(52) парне вырăнĕ çинче кунсерен пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿмешкĕн малтан уйăрнă вунçичĕ талант çумне çулсерен вуншар талант хушса памалла;

(53) Вавилонран каякансен пурин те — вĕсен хăйсен те, вĕсен ачисен те — вĕсемпе пĕрле каякан священниксен те хула тума ирĕклĕх пулмалла.

(54) Тата вăл священниксене тытса тăма каякан тăкак çинчен те, священниксен Турра ĕçлесе тăнă чухне тăхăнмалли тумтирĕ çинчен те çырнă,

(55) Турă Çуртне тата Иерусалима туса пĕтериччен Левитсен тăкакне сапласа тăрасси çинчен те çырнă;

(56) хула хуралĕнче тăракансене пурне те ĕç укçипе апатçимĕç парса тăма хушнă.

(57) Кир Вавилонран уйăрса илнĕ пур савăта та панă; Кир мĕн тума хушнине вăл та тума хушнă: çав савăтсене Иерусалима ярса пама каланă.

(58) Яш ача ĕнтĕ, патша патĕнчен тухсассăн, пуçне тÿпенелле — Иерусалим еннелле çĕклесе пăхнă, Çÿлти Патшана тав туса çапла каланă:

(59) çĕнтерÿ Санăнран килет, ăслăлăх та Санăнран килет, Эсĕ мухтавлă, эпĕ вара Санăн чуру.

(60) Эй Турă, Эсĕ мухтавлă! Эсĕ мана ăслăлăх патăн, эй Çÿлхуçамăм, аттемĕрсенĕн Турри, тав тăватăп Сана! тенĕ.

(61) Вара çырусене илнĕ те Вавилона кайнă, хăйĕн пĕтĕм тăванне пĕлтерсе тухнă.

(62) Вĕсем ашшĕсенĕн Туррине хăйсене ирĕклĕх панăшăн,

(63) Иерусалима кайма, хулана юсама, Унăн ячĕпе лартакан Çурта тума ирĕк панăшăн тав тунă. Вара юрăкĕвĕ каласа çичĕ кун хушши хĕпĕртеннĕ.

5

(1) Çакăн хыççăн — тухса каймашкăн — йăхсем тăрăх ăру пуçлăхĕсене, вĕсенĕн арăмĕсене, ывăлĕсемпе хĕрĕсене, чурисене выльăхчĕрлĕхĕпе пĕрле суйласа илнĕ.

(2) Вĕсене Иерусалима кĕвĕюрă сасси пе, тÿнкĕр çапса, трупа кăшкăртса, ыррăнсыввăн илсе çитермешкĕн Дарий вĕсемпе пĕрле пин çынлă утлă çар янă.

(3) Вĕсенĕн тăванĕсем пурте савăнса тăнă, вĕсене патша каяканнисене ăсатма ирĕк панă.

(4) Акă хăйсен йăхĕпе ăрăвăнăрăвăн пынă çынсен аслăраххине кура кăтартнă ячĕсем:

(5) священниксем, Финеес ывăлĕсем, Аарон ывăлĕсем, Сарей ывăлĕн Иоседекăн ывăлĕ Иисус тата Зоровавель ывăлĕ Иоаким; Зоровавель вăл Иуда йăхĕнчи Фарес ăрăвĕн Давид килĕнчен тухнă Салафиил ывăлĕ пулнă,

(6) вăл Перси патши Дарий иккĕмĕш çул патшара ларнă чухне пĕрремĕш уйăхра, нисан уйăхĕнче, ун умĕнче ăслă сăмах каланă.

(7) Акă Вавилон тыткăнĕнчен тухнă иудейсем, вĕсене унта Навуходоносор, Вавилон патши, куçарса кайнă пулнă,

(8) вĕсене хăйсен пуçлăхĕсем Зоровавель, Иисус, Неемия, Зарей, Риссей, Ениней, Мардохей, Веельсар, Асфарас, Реелий, Роим, Ваана ертсе килнĕ, вĕсем ĕнтĕ Иерусалима тата Иудейăн ытти çĕрне, кашнийĕ хăйĕн хулине, таврăннă.

(9) Халăх йышĕ хăйсен пуçлăхĕсемпе пĕрле: Форос ывăлĕсем — икĕ пин те çĕр çитмĕл иккĕн; Сафат ывăлĕсем — тăватçĕр çитмĕл иккĕн;

(10) Арес ывăлĕсем — çичçĕр аллă улттăн;

(11) ФаафМоав ывăлĕсем Иисуспа Иоав ывăлĕсемпе пĕрле — икĕ пин те сакăрçĕр вуниккĕн;

(12) Илам ывăлĕсем — пин те икçĕр аллă тăваттăн; Зафуя ывăлĕсем — тăхăрçĕр çитмĕл пиллĕкĕн; Хорве ывăлĕсем — çичçĕр пиллĕкĕн; Ванний ывăлĕсем — ултçĕр хĕрĕх саккăрăн;

(13) Вивай ывăлĕсем — ултçĕр вăтăр виççĕн; Арге ывăлĕсем — пин те виççĕр çирĕм иккĕн;

(14) Адоникам ывăлĕсем — ултçĕр вăтăр çиччĕн; Вагой ывăлĕсем — икĕ пин те ултçĕр улттăн; Адин ывăлĕсем — тăватçĕр аллă тăваттăн;

(15) Езекия ăрăвĕнчи Атир ывăлĕсем — тăхăрвун иккĕн; Килан тата Азинан ывăлĕсем — утмăл çиччĕн; Азар ывăлĕсем — тăватçĕр вăтăр иккĕн;

(16) Аннис ывăлĕсем — çĕр пĕррĕн; Аром ывăлĕ сем — вăтăр иккĕн; Вассай ывăлĕсем — виççĕр çирĕм виççĕн; Арсифуриф ывăлĕсем — çĕр иккĕн;

(17) Ветирус ывăлĕсем — виçĕ пин те пиллĕкĕн; Вефломон ывăлĕсем — çĕр çирĕм виççĕн;

(18) Нетофа çыннисем — аллă пиллĕкĕн; Анафоф çыннисем — аллă саккăрăн; ВЕфасмон çыннисем — хĕрĕх иккĕн;

(19) Кариафири çыннисем — çирĕм пиллĕкĕн; Кафирпа Вирог çыннисем — çичçĕр хĕрĕх виççĕн;

(20) хадиасейсемпе аммидейсем — тăватçĕр çирĕм иккĕн; Кирампа Гаввис çыннисем — ултçĕр çирĕм пĕррĕн;

(21) Макалон çыннисем — çĕр çирĕм иккĕн; Ветолий çыннисем — аллă иккĕн; Нифис ывăлĕсем — çĕр аллă улттăн;

(22) Каламолал тата Онус ывăлĕсем — çичçĕр çирĕм пиллĕкĕн; Иерех ывăлĕсем — икçĕр хĕрĕх пиллĕкĕн;

(23) Санаас ывăлĕсем — виçĕ пин те виççĕр пĕррĕн.

(24) Священниксем: Иисус ывăлĕн Иеддун ывăлĕсемпе Санасив ывăлĕсем — тăхăрçĕр çитмĕл иккĕн; Еммируф ывăлĕсем — пин те аллă иккĕн;

(25) Фассур ывăлĕсем — пин те хĕрĕх çиччĕн; Харми ывăлĕсем — пин те вунçиччĕн.

(26) Левитсем: Иисус, Кадмиил, Ванна, Судий ывăлĕсем — çитмĕл çиччĕн.

(27) Кĕлĕ каласа юрлакансем: Асаф ывăлĕсем — çĕр хĕрĕхĕн.

(28) Хапха хуралçисем: Салум ывăлĕсем, Атар ывăлĕсем, Толман ывăлĕсем, Дакув ывăлĕсем, Атит ывăлĕсем, Товис ывăлĕсем — пурĕ çĕр вăтăр тăххăрăн.

(29) Турă Çуртĕнче ĕçлесе тăракансем: Исав ывăлĕсем, Асиф ывăлĕсем, Таваоф ывăлĕсем, Кирас ывăлĕсем, Суд ывăлĕсем, Фалей ывăлĕсем, Лаван ывăлĕсем, Аграв ывăлĕсем,

(30) Акуд ывăлĕсем, Ут ывăлĕсем, Китав ывăлĕсем, Аккав ывăлĕсем, Сивай ывăлĕсем, Анан ывăлĕсем, Кафуа ывăлĕсем, Геддур ывăлĕсем,

(31) Иаир ывăлĕсем, Десан ывăлĕсем, Ной ывăлĕсем, Хасев ывăлĕсем, Казир ывăлĕсем, Озия ывăлĕсем, Финое ывăлĕсем, Асар ывăлĕсем, Васфай ывăлĕсем, Ассан ывăлĕсем, Маня ывăлĕсем, Нафиси ывăлĕсем, Акуф ывăлĕсем, Ахив ывăлĕсем, Асув ывăлĕсем, Фаракем ывăлĕсем, Васалем ывăлĕсем,

(32) Меедд ывăлĕсем, Куф ывăлĕсем, Хареа ывăлĕсем, Вархуе ывăлĕсем, Серар ывăлĕсем, Фомой ывăлĕсем, Наси ывăлĕсем, Атеф ывăлĕсем,

(33) Соломон чурисен ывăлĕсем, Ассапфиоф ывăлĕсем, Фарир ывăлĕсем, Иеиль ывăлĕсем, Лозон ывăлĕсем, Исдаил ывăлĕсем, Сафия ывăлĕсем,

(34) Агий ывăлĕсем, Фахареф ывăлĕсем, Савия ывăлĕсем, Сарофи ывăлĕсем, Мисей ывăлĕсем, Гас ывăлĕсем, Аддус ывăлĕсем, Сув ывăлĕсем, Афер ывăлĕсем, Вародис ывăлĕсем, Сафаг ывăлĕсем, Аллон ывăлĕсем:

(35) Турă Çуртĕнчи ĕçе туса тăракансемпе Соломон чурисенĕн ывăлĕсем пурĕ пĕрле — виççĕр çитмĕл иккĕн.

(36) Акă Фермелефран тата Фелерсран тухнисем: вĕсен пуçлăхĕ Хараафалан тата Аалар.

(37) Анчах вĕсем хăйсен йăхĕ-кăкĕ Израильрен пулнипе пулманнине кăтартса пама пултарайман: Ваенан ывăлĕн Даланăн ывăлĕсем, Некодан ывăлĕсем — ултçĕр аллă иккĕн.

(38) Священниксен йышĕнче священник ĕçне туса тăракансем, анчах йăх-кăк кĕнекинче тупăнманнисем пулнă: Овдий ывăлĕсем, Аквос ывăлĕсем, Иадду ывăлĕсем; çав Иадду ĕнтĕ Верзеллий хĕрне Авгийăна качча илнĕ те — ăна Верзеллий тесе чĕнме пуçланă.

(39) Иăхкăк çырăвĕнче вĕсем çинчен çырнине тупайман та, çавăнпа вĕсене священник ĕçĕнчен хăтарнă.

(40) Вара Неемийăпа Атфария вĕсене уримпа туммим тытнă аслă священник килмесĕр аслă та сăваплă парнене çиме каламан.

(41) Вуникĕ çулхисенчен пуçласа унтан аслăрах Израильсем пĕтĕмпе, чурасемпе хăрхăмсемсĕр пуçне, хĕрĕх икĕ пин те виççĕр утмăлăн пулнă; чурисемпе хăрхăмĕсем вĕсен çичĕ пин те виççĕр хĕрĕх çиччĕн пулнă; кĕлĕ каласа юрлакансемпе псалом юрлакансем — икçĕр хĕрĕх пиллĕкĕн.

(42) Вĕсен тăватçĕр вăтăр пилĕк тĕве, çичĕ пин те вăтăр ултă лаша, икçĕр хĕрĕх пилĕк ашакла лаша, пилĕк пин те пилĕкçĕр çирĕм пуç ĕç выльăхĕ пулнă.

(43) Иерусалимри Турă Çурчĕ патне çит сессĕн, ăру пуçлăхĕсем хăшĕхăшĕ çак Çурта хăйĕн вырăнĕнчех çĕнĕрен туса лартма сăмах панă,

(44) вĕсем ĕнтĕ вăйĕ çитнĕ таран Турă Çуртне тунă çĕре пин мина ылтăн, пилĕк пин мина кĕмĕл тата священниксем валли çĕр тум пама пулнă.

(45) Священниксемпе Левитсе!.!, халăхран хăшĕпĕри Иерусалимпа ун таврашĕнчи çĕре вырăнаçнă, юрăçсемпе хапха хуралçисем тата пĕтĕм Израиль хăйсен ялĕсене пурăнма вырăнаçнă.

(46) Çиччĕмĕш уйăхра Израиль ывăлĕсем кашнийĕ хăйĕн çĕрне вырăнаçса çитсессĕн, пурте пĕр шухăшлăн пулса, пĕрремĕш хапха патне тухăç енне уçă вырăна пуçтарăннă.

(47) Вара Иоседек ывăлĕ Иисуспа унăн тăванĕсем священниксем, Салафиил ывăлĕ Зоровавельпе унăн тăванĕсем,

(48) Турă çынни Моисей кĕнекинче çырнă пек, унта пĕтĕмĕшпе çунтарнă парнесем кÿрсе тăма Израиль Турри валли парне вырăнĕ тунă.

(49) Вĕсем патне çав çĕр çинче пурăнакан ытти халăх çыннисем пуçтарăннă, вĕсем Израиль ывăлĕсене хирĕç пынă, вĕсене хĕстерсех тăнă; çапах Израиль ывăлĕсем парне вырăнне унăн малтанхи никĕсĕ çинех туса лартнă; вара хăй вăхăтĕнче,— ирсерен те, каçсерен те,— пĕтĕмĕшпе çунтарса Çÿлхуçана парне кÿрсе тăма пуçланă.

(50) Вара, саккунра çырнă пек, хÿшĕ уявĕ ирттернĕ: йĕрке тăрăх кулленхи парнесем кÿрсе тăнă,

(51) вĕсем ĕнтĕ кулленхи парнесене, шăматкунпа çĕнĕ уйăх парнисене, Турра халалланă уявсен парнисене кÿнĕ.

(52) Турра парне пама пулнисем, Турă Çуртне туса пĕтермен пулсассăн та, çиччĕмĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕнчен пуçласа пурте парне кÿме тытăннă.

(53) Чул касакансемпе йывăç каскалакан ăстасене кĕмĕл, ĕçмеçиме панă, Сидонпа Тир çыннисене — Перси патши Кир хушнипе Ливанран Иоппи пристанне кедр йывăçĕ кÿрсе тăма — лавсем панă.

(54) Иерусалимри Турă Çурчĕ патне таврăнни иккĕмĕш çула кайсассăн, иккĕмĕш уйăхра, Салафиил ывăлĕ Зорова вель, Иоседек ывăлĕ Иисус тата вĕсен тăванĕсем, священниксем, Левитсем,— Иерусалима тыткăнран таврăннă пĕтĕм халăх,—

(55) Иудейăпа Иерусалима таврăнни иккĕмĕш çула кайсассăн, иккĕмĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче, Турă Çурчĕн никĕсне хывнă,

(56) Левитсене, çирĕм çулхинчен пуçласа унтан аслăраххисене, Çÿлхуçа Çуртне тăвас ĕçе пăхса тăма лартнă: вара Иисус тата унăн ывăлĕсемпе тăванĕсем, унăн Кадмиил тăванĕ, Имадавун ывăлĕсем, Илиадуд ывăлĕн Иодăн ывăлĕсем, хăйсен ывăлĕсемпе тата тăванĕсемпе,— ĕнтĕ мĕнпур Левит,— пĕр шухăшлăн пулса Çÿлхуçа Çуртне тăвакансен ĕçне ертсе пырса хавхалантарса тăнă. Ĕнтĕ Турă Çуртне туса лартнă.

(57) Вара Çÿлхуçана Израиль патши Давид панă йĕркепе мухтамашкăн унта священник тумне тăхăннă священниксем кĕвĕ сăпрайĕпе, трупасемпе, Левитсем кимвалсемпе тăрса тухнă,

(58) ĕнтĕ Çÿлхуçана аслăласа, Унăн ырăлăхĕпе мухтавлăхĕ — Израилыпĕн ĕмĕрлĕхе, тесе юрланă.

(59) Пĕтĕм халăх трупапа кăшкăртнă, Çÿлхуçа Çуртне çĕнĕрен çĕкленĕшĕн Çÿлхуçана мухтавласа хыттăн, янăравлăн кăшкăрса тăнă.

(60) Унчченхи Çурта курнă ватă священниксем, Левитсем, ăру пуçлăхĕсем халĕ çĕнни патне йĕрсе те хыттăн хÿхлесе пынă,

(61) нумайăшĕ вара трупа кăшкăртнă, савăнсахĕпĕртесе хыттăн кăшкăракăшкăра янă,

(62) пухăннă йыш кăшкăртакан трупасен сасси аяккааякка саланнă пулин те, халăх хÿхленипе çынсем трупасен сассине илтеймен.

(63) Çакна Иудăпа Вениамин йăхĕсен тăшманĕсем илтнĕ те ку трупа сасси мĕне пĕлтернине пĕлме пынă.

(64) Вĕсем вара тыткăнран таврăннисем Çÿлхуçа валли, Израиль Турри валли, Çурт тунине пĕлнĕ.

(65) Вĕсем Зоровавельпе Иисус тата ăру пуçлăхĕсем патне пынă та каланă: эпир те сирĕнпе пĕрле ĕçлĕпĕр,

(66) мĕншĕн тесессĕн эпир те сирĕн пекех сирĕн Çÿлхуçа Туррăра пуççапатпăр, эпир Ăна хамăра Ассири патши Асвакафас çакăнта куçар са килнĕренпех парне кÿрсе тăратпăр, тенĕ.

(67) Вара Зоровавельпе Иисус тата Израиль ăрăвĕсен пуçлăхĕсем вĕсене каланă: сирĕн пирĕнпе пĕрле пирĕн Çÿлхуçа Туррăмăр Çуртне лартасси пулас çук;

(68) хамăра Перси патши Кир хушнă пек, Çÿлхуçанăн, Израиль Туррийĕн, Çуртне эпир хамăрах тăватпăр, тенĕ.

(69) Çав çĕр халăхĕ вара Иудейăра пурăнакансене тапăнатапăна, хупăрлахупăрла илсе Çурт тума чăрмантарнă,

(70) халăха ултавпа пăтратса, пăлхавăрсем кăларса, Кир патша пурăннă вăхăтра тăршшĕпех кансĕрлесе тăнă; Турă Çуртне тăвас ĕç чарăнса ларнă, Дарий патшана ларни иккĕмĕш çул çитичченех çак ĕç вырăнтан хускалман.

6

(1) :Дарий патшана ларсан иккĕмĕш çулхине Аггей тата Аддо ывăлĕ Захария, пророксем, Иудейăпа Иерусалимра пурăнакан иудейсене Израилĕн Çÿлхуçа Турри ятĕнчен пророкла сăмахсем каланă.

(2) Вара Салафиил ывăлĕ Зоровавель, Иоседек ывăлĕ Иисус Иерусалимра, Çÿлхуçа пророкĕсен умĕнче, вĕсем пулăшнипе Çÿлхуçа Çуртне тума пуçăннă.

(3) Çав вăхăтра вĕсем патне Сирипе Финикия çĕрне тытса тăракан аслă пуçлăх Сисинни, СафраВузан тата вĕсен юлташĕсем пынă та каланă:

(4) ку Çурта, ытти хуралтăсене эсир кам ирĕк панипе тăватăр? Çакна тăвакансем камсем? тенĕ.

(5) Анчах Хăйĕн халăхĕ тыткăнра мĕнле пурăннине курнă Çÿлхуçа Иудейăн аслă çыннисене ырăлăх панă,

(6) вара вĕсем çинчен Дарий патшана пĕлтериччен вĕсене Турă Çуртне тума чарман. Ĕнтĕ Дарий патшаран хурав çитнĕ.

(7) Акă Сисинни Дарие çырса янă çырăва ÿкерсе илни: «Сирипе Финикия çĕрне тытса тăракан аслă пуçлăх Сисинни, СафраВузан тата вĕсен юлташĕсем, Сирипе Финикия пуçлăхĕсем, Дарий патшана савăнăç сунаççĕ.

(8) Патша хуçамăр пĕлсе тăтăрччĕ: эпир, Иудея çĕрне çитсе Иерусалим хулине кĕрсессĕн, Иерусалим хулинче иудейсен тыткăнран таврăннă аслă çыннисене куртăмăр,

(9) вĕсем Çÿлхуçа валли чутласа якатнă хаклă чулсенчен, стенисене йывăç хывса, çĕнĕ пысăк Çурт тăваççĕ;

(10) ку ĕçе тăрăшса тăваççĕ, ăнса пырать ĕç вĕсен аллинче, питĕ чаплă та тĕплĕ тăваççĕ. пВара эпир çак аслă çынсенчен: «çак Çурта, çак ĕçе эсир кам хушнипе тăватăр?» тесе ыйтрăмăр.

(12) Сана пĕлтерес, вĕсен пуçлăхĕсем çинчен сан патна çырса ярас тесе çапла ыйтрăмăр эпир вĕсенчен, ертсе пыраканĕсен ячĕсене çырса пама каларăмăр.

(13) Вĕсем пире хирĕç çапла хуравларĕç: «эпир — тÿпепе çĕре пултарнă Çÿлхуçанăн чурисем.

(14) Ку Çурта нумай çул ĕлĕкрех Израилĕн аслă та вăйлă патши тунă, туса лартнă.

(15) Анчах та пирĕн аттемĕрсем хăйсен çылăхĕсемпе Израилĕн Тÿпери Çÿлхуçине çиллентернĕрен Вăл вĕсене Навуходоносор аллине — Вавилон патшийĕн, халдейсен патшийĕн аллине — панă.

(16) Халдейсем вара çак Çурта аркатса тăкнă, çунтарса янă, халăха Вавилона тыткăна илсе кайнă.

(17) Вавилон çĕршывĕнче Кир патшана ларсассăн пĕрремĕш çулхине вара Кир патша çак Çурта тума ирĕк панă.

(18) Турă Çурчĕн савăчĕсене те — Навуходоносор Иерусалимри Çуртран илсе тухса Вавилона, хăйсен туррисен çуртне кайса лартнă ылтăнкĕмĕл таса савăтсене — Кир патша Вавилон туррисен çуртĕнчен каялла илсе тухнă та вĕсене Саманассар пуçлăхпа Зоровавеле панă.

(19) Çак савăтсене пурне те Иерусалимри Турă Çуртне кайса хума, Турă Çуртне хăйĕн вырăнĕнчех туса лартма хушнă.

(20) Вара Саманассар килнĕ те Иерусалимра Çÿлхуçа Çурчĕн никĕсне хывнă, çавăнтанпах çав Çурта тăвас ĕç пырать, вăл вĕçленменха» терĕç пире.

(21) Эппин, патшан кăмăлĕ пулсассăн, Кир патшан кĕнекисем упранса тăракан çĕрте шыраса пăхчăр,

(22) Иерусалимра Çÿлхуçа Çуртне Кир патша ирĕкĕпе туни палăрсассăн, патша хуçамăр кăмăл тусассăн, пире çакăн çинчен пĕлтермелле пултăрччĕ» тенĕ çырура.

(23) Вара Дарий патша Вавилонра кĕнекесем упранакан çĕрте шыраса пăхма хушнă, Миди çĕрĕнчи Екбатан хулинче асра тытма çырса пынă кĕнекере пĕр тĕлте çапла çырнă пулнă:

(24) «хăй пĕрремĕш çул патшара ларнă чухне Кир Иерусалимра, сÿнмен вутçулăм çинче парне кÿрекен çĕрте, Çÿлхуçа Çуртне туса лартма хушнă.

(25) Çурт çÿллĕшĕ утмăл чике, сарлакăшĕ утмăл чике пулмалла, чутласа якатнă чулран тунă виçĕ çуртран, вырăнти йывăçран тунă пĕр çĕнĕ çуртран тăмалла, тăкакне Кир патша килĕнчен парса тăмалла,

(26) Çÿлхуçа Çурчĕн таса савăчĕсене — Навуходоносор Иерусалим Çуртĕнчен Вавилона илсе кайнă ылтăн та кĕмĕл савăтсене — каялла Иерусалимри Çурта тавăрса памалла, вĕсене хăйсен вырăнне лартса хумалла.

(27) Эпĕ тата Сирипе Финикия аслă пуçлăхне Сисинние, СафраВузана, Сирипе Финикия пуçлăхĕсене лартнă вĕсен юлташĕсене ку вырăнтан аяккарах пулма, Зоровавеле — Çÿлхуçа чурине, Иудея пуçлăхне — тата Иудейăн аслă çыннисене Çÿлхуçа Çуртне хăйĕн вырăнĕнчех лартнă чухне чăрмантармасăр тăма хушрăм.

(28) Эпĕ ăна пĕтĕмпех туса пĕтерме, тыткăнран таврăннă иудейсене Турă Çуртне пĕтĕмпех туса çитерме пулăшу панине пăхсах тăма хушрăм,

(29) КелеСирипе Финикийăна тÿлекен хырçăран çак çынсем валли, Зоровавель пуçлăх валли Çÿлхуçана парне кÿмешкĕн пăрусем, сурăхсем, путексем туянма çителĕклĕ таранах парса тăмалла.

(30) Кулленхи тăкака шута илсе, Иерусалимри священниксем каланă тăрăх, çулсерен яланах пĕр хирĕçлемесĕр тулă, тăвар, эрех, çу парса тăмалла;

(31) вĕсем çапла патшашăн, унăн ачисемшĕн Çÿлти Турра парне кÿме, вĕсен пурăнăçĕшĕн кĕлтума пултарччăр.

(32) Çакна та пĕлтермелле: кам та кам эпĕ çырнинчен пăрăнать е ăна пăсать, ун харпăрлăхĕнчи пĕр йывăçа илмелле те ăна çавăнтан çакмалла, çав çын пурлăхĕ патша пурлăхĕ пулса тăмалла.

(33) Иерусалимри çак Турă Çуртне тума чăрмантарас е ăна усал тăвас тесе аллине тăснă кирек мĕнле патшана та, кирек мĕнле халăха та Çÿлхуçа Хăйĕн ятне асăнакан çĕрте пĕтерсе пăрахтăр.

(34) Эпĕ, Дарий патша, çакна тĕп-тĕрĕс пурăнăçлама хушатăп».

7

(1) Çавăн чухне КелеСирипе Финикия çĕрĕн аслă пуçлăхĕ Сисинни, СафраВузан тата вĕсен юлташĕсем, Дарий патша хушнине итлесе,

(2) сăваплă ĕçе тăрăшсах пикеннĕ, иудейсен аслă çыннисемпе священниксен пуçлăхĕсене пулăшнă.

(3) Аггейпа Захария пророксем малтанах каласа хунă пек, сăваплă ĕç ăнса пынă.

(4) Çапла Израилĕн Çÿлхуçа Турри хушнипе, Перси патшисен Кирăн, Дарийăн тата Артаксерксăн ирĕкĕпе пĕтĕмпех туса çитернĕ.

(5) Сăваплă Çурта Дарий улттăмĕш çул патшара ларнă чухне, адар уйăхĕн çирĕм виççĕмĕш кунĕ тĕлне, туса пĕтернĕ.

(6) Вара Израиль ывăлĕсем, священниксемпе Левитсем, тыткăнран таврăннă ытти çынсем те, пуçлăх туса лартнисем, йăлтах Моисей кĕнекинче çырнă пек тунă.

(7) Çÿлхуçа Çуртне тасалăх тивлечĕ кÿнĕ чухне вĕсем парне валли çĕр вăкăр, икçĕр сурăх, тăватçĕр путек панă,

(8) тата Израилĕн вуникĕ йăхне кура — пĕтĕм Израиль çылăхĕсемшĕн — вуникĕ качака таки кÿнĕ.

(9) Священниксемпе Левитсем, Моисей кĕнекипе килĕшÿллĕн, ăрусем тăрăх, Çÿлхуçанăн, Израиль Туррин, ĕçне тунă чухне тăхăнмалли тумпа тăнă, хапха хуралçисем кашни хапха умĕнче тăнă.

(10) “пСвященниксемпе Левитсем тата тыткăнра пулнисем пурте тасалса çитсессĕн вара тыткăнран таврăннă Израиль ывăлĕсем пĕрремĕш уйăхĕн вунтăваттăмĕш кунĕнче пасха уявне ирттернĕ.

(12) Тыткăнра пулнă пĕтĕм ывăл ятĕнчен, хăйсен тăванĕсен, священниксен ятĕнчен, хăйсен ятĕнчен пасха путекĕсем пуснă.

(13) Вара тыткăнран таврăннă Израиль ывăлĕсем, çĕр çинчи халăхсен ирсĕрлĕхĕнчен хăпса Турра шыраса тупнăскерсем, пурте çинĕ,

(14) Çÿлхуçа умĕнче савăнса çичĕ кун хушши тутлăлла çăкăр уявне уявланă,

(15) Турă хăйсен аллине Çÿлхуçанăн, Израиль Туррин, ĕçĕсене тума тĕреклĕлетсе Ассири патшийĕн чĕрине хăйсем майлă çавăрнăшăн хĕпĕртенĕ.

8

(1) Çак ĕçсем пулса иртнĕ хыççăн, Перси патшинче Артаксеркс ларнă чухне, Ездра таврăннă; Ездра вăл — Азария ывăлĕ, Азария — Зехрий ывăлĕ, Зехрий — Хелкия ывăлĕ, Хелкия — Шаллум ывăлĕ,

(2) Шаллум — Садок ывăлĕ, Садок — Ахитув ывăлĕ, Ахитув — Амария ывăлĕ, Амария — Озия ывăлĕ, Озия — Мерайоф ывăлĕ, Мерайоф — Зарей ывăлĕ, Зарей — Сауй ывăлĕ, Сауй — Буккий ывăлĕ, Буккий — Авишуй ывăлĕ, Авишуй — Финеес ывăлĕ, Финеес — Елеазар ывăлĕ, Елеазар — аслă священникăн Ааронăн ывăлĕ.

(3) Çак Ездра Вавилонран таврăннă. Вăл Израилĕн Çÿлхуçа Турри Моисее панă саккуна лайăх пĕлекен, пысăк вĕреннĕ çын пулнă,

(4) патша ăна Иерусалима кайма ирĕк парса чыс тунă, мĕншĕн тесессĕн ĕнтĕ кирек мĕн ыйтсассăн та патша ăна кăмăл курнă.

(5) Унпа пĕрле Иерусалима Израиль ывăлĕсен пĕр пайĕ — священниксемпе Левитсем, юрăçсем, хапха хуралçисем, Турă Çурчĕ таврашĕнче ĕçлекенсем — килнĕ,

(6) вĕсем Артаксеркс çиччĕмĕш çул патшара ларнă чухне, çав çиччĕмĕш çулхи пиллĕкĕмĕш уйăхра, çитнĕ; Вавилонран пĕрремĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче тухнă та, çул çинче Турă пулăшса пынипе, Иерусалима пиллĕкĕмĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче килсе çитнĕ.

(7) Ездра Çÿлхуçа саккунĕпе ÿкĕчĕсенчен нимĕн те манса хăварас мар, пĕтĕм Израиле Турă хунă йĕркесене, тÿрĕлĕхе вĕрентес тесе чунтанвартан тăрăшнă.

(8) Ездра священника, Çÿлхуçа саккунне вĕрентекене, Артаксеркс патшаран çыру урлă янă çакăн пек хушу çитнĕ:

(9) «Артаксеркс патша Ездра священника, Çÿлхуçа саккунне вĕрентекене, савăнăç сунать.

(10) Шухăшласа пăхнă хыççăн, çынсене юратнипе эпĕ çапла тума хушрăм: пирĕн патшалăхра пурăнакан Иудея халăхĕн çыннисем, священниксемпе Левитсем, хăйсен ирĕкĕпе каяс теекенсем, санпа пĕрле Иерусалима кайччăр. иЭпĕ хамăн чи çывăх çичĕ канашçăпа çакăн пек шухăшларăм: кайма кăмăл тунисем ĕнтĕ пуçтарăнччăр та кайччăр;

(12) Иудейăпа Иерусалимра Çÿлхуçа саккунĕпе килĕшÿллĕн пурăннипе пурăнманнине курччăр,

(13) эпĕ тата манăн çывăх çыннăмсем Израиль Çÿлхуçине пама пулнă парнесене, Иерусалимри Çÿлхуçа валли Вавилон çĕршывĕнче тупăнакан ылтăнкĕмĕле, хăйсен Çÿлхуçа Туррийĕн Çурчĕ валли халăх мĕн панипе пĕрле Иерусалима илсе кайччăр;

(14) ылтăнкĕмĕлĕ вăкăрсем, сурăхсем, путексем туянма, ĕнтĕ мĕн кирлине туянма кайтăр,

(15) çакă вĕсен Иерусалимри Çÿлхуçа Туррийĕн парне вырăнĕ çинче Çÿлхуçана парне кÿме пултăр.

(16) Çак ылтăнкĕмĕлпе ху тата хăвăн тăванусем мĕн тума шухăшлатăр, хăвăн Турру ирĕкĕпе çавна ту.

(17) Сана Иерусалимри хăвăн Туррун Çуртĕнче тыткалама панă Çÿлхуçанăн таса савăчĕсене Çÿлхуçа Турру умне ларт.

(18) Хăвăн Туррун Çурчĕ валли мĕн кирлине патша хыснинчен парса тăр.

(19) Акă эпĕ, Артаксеркс патша, Сирипе Финикия хысни хуçисене Ездра священника, Çÿлти Турă саккунне вĕрентекене, мĕн ыйтнине пĕр тăхтаса тăмасăр, çĕр талант кĕмĕл таранах, пама хушрăм,

(20) çавăн пекех çĕр кор таран тулă, çĕр виçе таран эрех пама хушрăм.

(21) Патшанăн патшалăхĕпе унăн ывăлĕсене Çÿлти Турă ан çиллентĕр, çавăнпа та, Турă саккунĕ тăрăх, Çÿлти Турă валли мĕн тумаллине тимлĕн, тăрăшса тăвăр.

(22) Çакна та калатăп сире: священниксемпе Левитсене, юрăçсемпе хапха хуралçисене, Турă Çурчĕ таврашĕнче ĕçлекенсемпе Турă Çурчĕн çыруçисене нимĕнле хырçă та, куланай та хумалла мар, никамăн та çакна тума ирĕк ан пултăр.

(23) Эсĕ вара, Ездра, Турă панă ăсупа Сирипе Финикия çĕрĕнче хăвăн Туррун саккунне пĕлекенсене пуçлăх пулма, тÿре пулма лартса тух, пĕлменнисене вĕрент;

(24) сан Туррун саккунне е патша саккунне пăхăнманнисене пурне те айăпламалла, вĕлермелле е хĕнемелле, укçан шыраса илмелле е хăваласа ямалла» тенĕ Артаксеркс çырăвĕнче.

(25) Вара Ездра ăсчах каланă: аттемсен пĕртенпĕр Çÿлхуçа Турри мухтавлă, Вăл патша чĕрине Хăйĕн Иерусалимри Çуртне чапа кăларас шухăш хыврĕ;

(26) мана та патшапа унăн канашçисем умĕнче, мĕнпур çывăх çыннисемпе аслă улпучĕсем умĕнче хисеп турĕ.

(27) Çÿлхуçа Туррăм пулăшнипе кăмăлăм çĕкленчĕ, эпĕ вара Израиль арĕсене хампа пĕрле кайма пуçтартăм.

(28) Артаксеркс патшара ларнă чухне манпа пĕрле Вавилонран тухнă ăру пуçлăхĕсемпе аслă çыннисем акă çаксем:

(29) Финеес ывăлĕсенчен — Гирсон; Ифамар ывăлĕсенчен — Гамалиил; Давид ывăлĕсенчен — Сехений ывăлĕ Латтус;

(30) Форос ывăлĕсенчен — Захария, унпа пĕрле çĕр аллă çын çырăннă;

(31) Фаафмоав ывăлĕсенчен — Зарей ывăлĕ Елиаония, унпа пĕрле икçĕр çын;

(32) Зафой ывăлĕсенчен — Иезил ывăлĕ Сехения, унпа пĕрле виççĕр çын; Адин ывăлĕсенчен — Ионаф ывăлĕ Овиф, унпа пĕрле икçĕр аллă çын;

(33) Илам ывăлĕсенчен — Гофолий ывăлĕ Иесия, унпа пĕрле çитмĕл çын;

(34) Сафатия ывăлĕсенчен — Михаил ывăлĕ Зараия, унпа пĕрле çитмĕл çын;

(35) Иоав ывăлĕсенчен — Иезил ывăлĕ Авадия, унпа пĕрле икçĕр вуникĕ çын;

(36) Ваний ывăлĕсенчен — Иосафий ывăлĕ Асалимоф, унпа пĕрле çĕр утмăл çын;

(37) Вавий ывăлĕсенчен — Вивай ывăлĕ Захария, унпа пĕрле çирĕм сакăр çын;

(38) Астаф ывăлĕсенчен — Акатан ывăлĕ Иоанн, унпа пĕрле çĕр вунă çын;

(39) Адоникам ывăлĕсенчен — юлашкисем, акă вĕсен ячĕсем: Иеуил ывăлĕ Елифала тата Самей, вĕсемпе пĕрле çитмĕл çын;

(40) Вагой ывăлĕсенчен — Исталкур ывăлĕ Уфий, унпа пĕрле çитмĕл çын.

(41) Эпĕ вĕсене Феран ятлă юханшыв хĕррине пуçтартăм, эпир унта виçĕ кун тăтăмăр, эпĕ вĕсене пăхса çаврăнтăм.

(42) Анчах унта священннксемпе Левитсенчен никама та курмарăм,

(43) эпĕ вара Елеазар, Идуил, Маасман, Алнафан, Мамей, Самей, Иоривон, Нафан, Еннатан, Захария, Мосоллам пуçлăхсемпе ăсчахсем патне çынсем ятăм,

(44) вĕсене Касифье теекен вырăнта пуçлăхра тăракан Доддей патне кайма каларăм,

(45) Доддейпе унăн çав Касифье теекен вырăнта пурăнакан тăванĕсене Çÿлхуçа Туррăмăр Çурчĕ валли священниксем ярса паччăр тесе калама хушрăм.

(46) Вĕсем вара пирĕн пата, Çÿлхуçа Туррăмăрăн хăватлă аллипе, Асевивее, ăслă çынна, Мооли ывăлне, — Мооли вăл — Левий ывăлĕ, Левий — Израиль ывăлĕ, — тата унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене вунсакăр çын,

(47) тата Хануней ывăлĕсене Асевияна, Аннуя, вĕсен тăванне Осея тата вĕсен ывăлĕсене çирĕм çын илсе килчĕç;

(48) тата Левитсене пулăшакансем,— вĕсен йăхне хăй вăхăтĕнче Давидпа унăн пуçлăхĕсем Левитсене пулăшса тăма уйăрнă пулнă, — икçĕр вăтăрăн, кашнийĕн ятне çырнă хутпа килчĕç.

(4950) Вара Турăран хамăршăн, хамăрпа пĕрле пыракансемшĕн, хамăр ачасемшĕн, выльăхчĕрлĕхшĕн ăнăçлă çул ыйтмашкăн Çÿлхуçа Туррăмăр умĕнче типĕ тытмалли çинчен пĕлтертĕм:

(51) ĕнтĕ хамăра тăшмансенчен сыхласа пыма эпĕ патшаран çуран çарпа утлă çар, çул кăтартакансем ыйтма иментĕм;

(52) эпир патшана çапла каланăччĕ: «Çÿлхуçамăр хăвачĕ кирек мĕнле ырă ĕçре те Хăйне шыракансемпе пĕрле пулать» тенĕччĕ.

(53) Эпир вара çакна ыйтса каллех Çÿлхуçа Туррăмăра кĕлтурăмăр та Унран аслă ырăлăх илтĕмĕр.

(54) Эпĕ ăру пуçлăхĕсемпе священниксем хушшинчен вуникĕ çын — Есеревияна, Самияна тата вĕсемпе пĕрле вĕсен вунă тăванне — уйăрса илтĕм.

(55) Вĕсем умĕнче эпĕ патшапа унăн канашçисем, аслă улпучĕсем, Израиль çыннисем парнелесе панă ылтăнпа кĕмĕле, Çÿлхуçамăр Çурчĕн таса савăчĕсене виçепе тайтарса виçрĕм.

(56) Виçсе тухса, вĕсене ултçĕр аллă талант кĕмĕл, çĕр талант кĕмĕл савăт, çĕр талант ылтăн, çирĕм ылтăн савăт, чи паха пăхăртан тунă, ылтăн пекех йăлтăртатакан савăтсем вуниккĕ патăм.

(57) Вара вĕсене каларăм: эсир те Турăшăн таса, çак савăтсем те таса, çавăн пекех аттемĕрсен Çÿлхуçа Туррине тупа тунипе панă ылтăнпа кĕмĕл те таса, терĕм.

(58) Тимлĕ пулăр, çакна Иерусалима аслă сваященниксемпе Левитсене, Израилĕн ăру пуçлăхĕсене Туррăмăр Çуртĕнче упрама çитерсе паричченех сыхлăр, терĕм.

(59) Иерусалим валли ылтăнкĕмĕл тата савăтсем йышăннă священниксемпе Левитсем вĕсене Çÿлхуçа Çуртне çитерсе пачĕç.

(60) Эпир Феран шывĕ хĕрринчен пĕрремĕш уйăхăн вуниккĕмĕш кунĕнче тапранса тухрăмăр, Иерусалима кайнă чухне эпир Çÿлхуçанăн хăватлă аллине туйсах пытăмăр, çул пуçламăшĕнченех Вăл пире тĕрлĕрен тăшманран хăтарса пычĕ, çапла эпир Иерусалима çитрĕмĕр.

(61) Кунта, виçĕ кун иртсессĕн, тăваттăмĕш кунхине виçнĕ ылтăнпа кĕмĕле Çÿлхуçамăр Çуртне Мармоф священника, Урия ывăлне, патăмăр.

(62) Унпа пĕрле Финеес ывăлĕ Елеазар пулчĕ; çавăн пекех Иисус ывăлĕ Иосавдос, Саванн ывăлĕ Моеф тата Левитсем пулчĕç; пурне те шута илсе, виçсе патăмăр; пурин виçине те çавăн чухнех çырса хунă.

(63) Тыткăнран килнисем çавăн чухне Израиль Туррине парнесем кÿчĕç: мĕнпур Израиль çыннишĕн вуникĕ вăкăр, çăлăнăç парнисем тăхăрвун ултă сурăх, çитмĕл икĕ путек, вуникĕ качака таки — çакна пурне те Çÿлхуçана кÿтĕмĕр.

(64) Эпир патша мĕн хушса çырнине патшанăн вырăнти пуçлăхĕсене, КелеСирипе Финикия пуçлăхĕсене патăмăр, вĕсем вара халăха тата Çÿлхуçа Çуртне чыс турĕç.

(65) Çак ĕçсене туса пĕтерсессĕн, ман патăма пуçлăхсем пычĕç те каларĕç:

(66) Израиль халăхĕ, пуçлăхсем, священниксемпе Левитсем çĕр çинчи ют халăхсенчен, вĕсен ирсĕрлĕхĕнчен, Ханаансенчен, хетсенчен, ферезейсенчен, евусейсенчен, мо авсенчен, египетсенчен, идумейсенчен хăпман:

(67) ĕнтĕ хăйсем те, ывăлĕсем те вĕсен хĕрĕсемпе мăшăрланнă, таса вăрлăх ют халăх йăхĕсемпе хутăшса кайнă, вĕсенĕн ертсе пыраканĕсемпе улпучĕсем çак йĕркесĕр ĕçе чи пуçламăшĕнченех хутшăннă, терĕç.

(68) Çакăн çинчен илтсессĕнех, эпĕ çири тумтирĕме, священник тумне, туртса çуртăм, çÿçĕмпе сухалăма тăпăлтартăм, шухăша кайса хурланса лартăм.

(69) Эпĕ çак йĕркесĕр ĕç пирки вăйăрханса ларнă чухне ман патăма Израиль Турри сăмахĕпе хавхаланнисем пурте пуçтарăнчĕç, эпĕ ĕнтĕ каçхи парне вăхăчĕ çитичченех хуйхăрса лартăм.

(70) Çавăн чухне эпĕ хам кулянса ларнă вырăнтан тăтăм та туртса çурнă тумтирĕм вĕççĕнех, çурса антарнă священник тумĕпех, чĕркуçлентĕм те аллăмсене Çÿлхуçа еннелле çĕклесе çапла каларăм:

(71) эй Çÿлхуçамăм! Сан умăнта тăма намăсланатăп, хăратăп эпĕ:

(72) пирĕн çылăхăмăрсем пуç тÿпинчен те çÿлерех çĕкленнĕ, пирĕн ăссăрлăхăмăр тÿпенех çитнĕ;

(73) аттемĕрсен вăхăтĕнчен пуçласа мĕн паянхи кунчченех эпир тÿсме çук пысăк çылăх ăшĕнче пурăнатпăр,

(74) хамăр çылăхсемшĕн, аттесен çылăхĕсемшĕн пире хамăр тăвансемпе, хамăр патшасемпе, хамăр священниксемпе пĕрле ют çĕрсен патшисен аллине панă, хĕç айне тунă, тыткăна ăсатнă, çаратнă, эпир паянхи кунчченех намăс курса пурăнатпăр.(75) Анчах халĕ, эй Çÿлхуçа Туррăмăр, Санран пысăкран та пысăк ырăлăх илтĕмĕр: Эсĕ Хăвăн сăваплă вырăнунта пирĕн тымарăмăрпа ятăмăра сыхласа хăвартăн,

(76) Çÿлхуçа Туррăмăр Çуртĕнче пире çутă çутса патăн, эпир чура пулса пурăннă чухне пире тăрантарса усрарăн! Чура пулса пурăннă чухне пире Çÿлхуçа Туррăмăр пăрахмарĕ;

(77) Вăл Перси патшисен кăмăлне пирĕн енне çавăрчĕ те, лешĕсем пире тăрантарса усрарĕç,

(78) пирĕн Çÿлхуçамăр Çуртне мухтава кăларчĕç, пире пушанса юлнă Сиона çĕнĕрен çĕклеме, Иудейăпа Иерусалимра хÿттĕн пурăнма май пачĕç.

(79) Эй Çÿлхуçамăр, халĕ ĕнтĕ, пирĕншĕн çакна пĕтĕмпе тунине кура тăркач, эпир мĕн калама пултарайăпăр? Эпир Эсĕ хушнă йĕркесене пăсрăмăр, Эсĕ вĕсене Хăвăн чурусем, пророксем, урлă панă, Эсĕ каланă:

(80) эсир еткерлĕхе илме пырса кĕрекен çĕр ют халăхсен йĕрĕнчĕкĕсемпе ирсĕрленнĕ, вĕсен тасамарлăхĕпе тулнă, тенĕ.

(81) Халĕ вара хăвăр хĕрĕрсене вĕсен ывăлĕсене качча ан парăр, вĕсен хĕрĕсене те ывăлăрсем валли качча ан илĕр,

(82) çакă çĕр çинче тĕпленсе, унăн ырăлăхĕпе пурăнса ăна хăвăр ачăрсене еткерлĕхе хăварас тесессĕн, нихăçан та вĕсемпе килĕшÿ ан шырăр, тенĕ.

(83) Пирĕн тĕллĕн мĕн килсе тухать, пурте усал ĕçĕмĕрсемшĕн, пысăк çылăхăмăрсемшĕн пулать. Эй Çÿлхуçамăр, Эсĕ пирĕн çылăхсене çăмăллатрăн,

(84) пирĕн валли тымара сыхласа хăварсам; анчах эпир, ют халăхсен тасамарлăхĕпе хутшăнса, каллех Санăн саккунна пăсас енне сулăнтăмăр.

(85) Ĕнтĕ Эсĕ пире тĕппипех пĕтермелле, пирĕн тымара та, вăрлăха та, ята та пĕтермеллех çилленмерĕнши?

(86) Эй Çÿлхуçа, Израиль Турри, Эсĕ ырă! эпир ĕнтĕ çак кунчченех тымар пулса юлтăмăр.

(87) Акă эпир халĕ Сан умăнта хамăрăн çылăхăмăрсемпе тăратпăр; пирĕн ĕнтĕ çав çылăхсемпе Сан умна курăнмалла та мар, терĕм эпĕ.

(88) Ездра çапла Турă Çурчĕ умĕнче ÿпне ÿксе, йĕрейĕре ÿкĕнсе кĕлтунă хушăра ун патне Иерусалим çыннисем — арçынсем, хĕрарăмсем, ачасем — питех те нумаййăн пуçтарăннă; ĕнтĕ пĕтĕм халăх татăлса макăрнă.

(89) Вара Иехония — Израиль йăхĕнчен тухнă Иоиль ывăлĕ — кăшкăрса ярса каланă: эй Ездра! эпир, çак вырăнти ют халăхсен хĕрĕсене качча илсе, Çÿлхуçа умĕнче çылăха кĕтĕмĕр; акă кунта халĕ пĕтĕм Израиль:

(90) Çÿлхуçа умĕнче тупа тăвар: санăн тата Турă саккунне пăхăнса тăракансенĕн шухăшĕпе пĕр килсе, эпир хамăрăн ют халăхсенчен илнĕ арăмсене пурне те ачисемпе пĕрле каялла ярăпăр.

(91) Тăр та ту çакна! мĕншĕн тесессĕн ку вăл — санăн ĕçÿ, эпир те санпа пĕрле çакна тума вăй çитерĕпĕр, тенĕ.

(92) Ездра ĕнтĕ ура çине тăнă, вăл пĕтĕм Израиль священникĕсемпе левичĕсен пуçлăхĕсене çапла тупа тума хушнă, лешĕсем тупа тунă.

9

(1) Ездра вара Турă Çурчĕ умĕнчен Елнасив ывăлĕ Ионан килне кайнă,

(2) унта вăл, халăх ытла та йĕркесĕр пурăннишĕн кулянса, çăкăр та çимен, шыв та ĕçмен.

(3) Вара Иудейăра та, Иерусалимра та пĕлтерсе тухнă: тыткăнран таврăннисене пурне те Иерусалима пухăнма чĕннĕ;

(4) икĕ е виçĕ кун хушшинче пыманнисем пулсан, аслă çынсен сучĕ йышăннипе, вĕсенĕн пурлăхне туртса илĕç, хăйсене тыткăнра пулнисен ушкăнĕнчен уйăрĕç, тенĕ.

(5) Виçĕ кун хушшинче вара тыткăнра пулнă Иудăпа Вениамин йăхĕсен çыннисем пурте Иерусалима пуçтарăннă — ку тăххăрмĕш уйăхра, çав уйăхăн вуниккĕмĕш кунĕнче пулнă.

(6) Пĕтĕм халăх Турă Çурчĕн картишĕнче шăнсачĕтресе ларнă — хĕл пуçланнă пулнă ĕнтĕ.

(7) Ездра тăнă та вĕсене çапла каланă: эсир саккуна хирĕçле ĕç тунă, Израиль çылăхĕсене ÿстерсе, ют халăхсен хĕрĕсене качча илсе, çавсемпе пурăнатăр.

(8) Эппин, аттемĕрсенĕн Çÿлхуçа Туррине аслăласа, çылăхăрсемшĕн ÿкĕнĕр,

(9) Унăн ирĕкне тăвăр, ют халăхсенчен, ютран илнĕ арăмăрсенчен уйрăлăр! тенĕ.

(10) Пĕтĕм ушкăн кăшкăрса ярса, хыттăн хуравласа каланă: эсĕ каланă пек тăвăпăр. иАнчах ушкăнăмăр йышлă, вăхăчĕ те хĕллехи вăхăт, эпир уçă çĕрте тăма пултараймастпăр, ĕçĕ вара пĕрик кун хушшинчех тумалли ĕç мар, мĕншĕн тесессĕн эпир ку ĕçре ытла та çылăха кĕрсе пĕтрĕмĕр;

(12) çавăнпа та ушкăн пуçлăхĕсене лартса тухмалла, вара пирĕн ялсенче пурăнакансем, ют халăх хĕрĕсене качча илнисем, палăртса хунă вăхăтра çакăнта

(13) çав ялсен аслă çыннисемпе, тÿрисемпе килччĕр — ĕнтĕ çак ĕçе пула хыпса илнĕ Турă çилли пирĕнтен сирĕлинччĕ, тенĕ.

(14) Çак ĕçе вара Асаил ывăлĕ Ионафан, Феокана ывăлĕ Езекия хăйсем çине илнĕ, Месуллам, Левис, Савватей вĕсене пулăшса пынă.

(15) Тыткăнран таврăннисем йăлтах çапла тунă та.

(16) Ездра священник ăрусенчен аслă пуçлăхсене, пурне те ят ран, суйласа илнĕ те, вĕсем вара вуннăмĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче çак ĕçе тишкерме пухăннă.

(17) Ют халăх хĕрĕсене качча илнисенĕн ĕçĕсене пĕрремĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕ тĕлне тишкерсе тухнă.

(18) Çавăнта пухăннă священниксенчен ют халăх хĕрĕсене качча илнисем çаксем тупăннă:

(19) Иоседек ывăлĕ Иисус ывăлĕсенчен, унăн тăванĕсенчен — Мафилас, Елеазар, Иориф тата Иоадан,

(20) вĕсем хăйсен арăмĕсене уйăрса яма сăмах панă, çылăхĕсене каçарттарма сурăх такисем парне кÿнĕ;

(21) Еммир ывăлĕсенчен — Анания, Завдей, Манис, Самей, Иереил тата Азария;

(22) Фесур ывăлĕсенчен — Елионаис, Массия, Исмаил, Нафанаил, Окодил, Салоя;

(23) Левитсенчен — Иозавад, Семеис, Колий, вăлах Калита та, Пафей, Иуда, Иона,

(24) юрăçсенчен — Елиасав, Вакхур,

(25) хапха хуралçисенчен — Салум, Толван,

(26) Израиль халăхĕнчен вара, Форос ывăлĕсенчен — Иерма, Иезия, Мелхия, Маил, Елеазар, Асевия, Ванея;

(27) Ил ывăлĕсенчен — Матфания, Захария, Иезриил, Иоавдий, Иеремоф, Аидия;

(283) амаф ывăлĕсенчен — Елиада, Елеасим, Офония, Иаримоф, Сават, ЗераЛия;

(29) Виваий ывăлĕсенчен — Иоанн, Анания, Иозавад, Амафия;

(30) Маня ывăлĕсенчен — Олам, Мамух, Иедей, Иасув, Иасаил, Иеремоф;

(31) Адди ывăлĕсенчен — Нааф, Моосия, Лаккун, Наид, Матфания, Сесфил, Валнуй, Манассия;

(32) Анан ывăлĕсенчен — Елиона, Асаия, Мелхия, Саввей, Симон Хосамей;

(33) Асом ывăлĕсенчен — Алтаней, Маттафия, Саванней, Елифалат, Манассия, Семей;

(34) Вааний ывăлĕсенчен — Иеремия, Момдий, Исмаир, Иуил, Мафдай, Педия, Анос, Равасион, Енасив, Мамнитанем, Елиасис, Ваннус, Елиали, Сомей, Селемия, Нафания; Езор ывăлĕсенчен — Сесис, Езрил, Азаил, Самат, Замри, Иосиф;

(35) Ефм ывăлĕсенчен — Мазития, Завадей, Идей, Иуил, Ванея.

(36) Çаксем пурте ют халăхсенчен илнĕ арăмсемпе пурăннă, вĕсене ĕнтĕ ачисемпе пĕрле кăларса янă.

(37) Священниксемпе Левитсем, Иерусалимпа унăн çĕрĕнче пулнă Израильсем, вĕсенĕн ывăлĕсем çиччĕмĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕ тĕлне хăйсен вырăнĕсене вырăнаçса тухнă.

(38) Ĕнтĕ пĕтĕм халăх пĕр шухăшлăн пулса Турă Çурчĕн тухăç енчи хапхи умне уçă вырăна пуçтарăннă,

(39) вĕсем Ездра священника, кĕнекеçĕне Çÿлхуçа, Израиль Турри, Моисее панă саккуна илсе килме каланă.

(40) Вара çиччĕмĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче аслă священник пĕтĕм халăх умне — арçынсемпе хĕрарăмсем, мĕнпур священник умне — вуласа памашкăн саккун илсе тухнă,

(41) Турă Çурчĕн хапхи умĕнчи уçă вырăнта ăна иртен пуçласа кăнтăрлаччен арçынсемпе хĕрарăмсем умĕнче вуланă, пĕтĕм халăх саккуна тăнланă.

(42) Ездра — священник, кĕнекеçĕ — йывăçран тунă çÿллĕ вырăна тăнă;

(43) сылтăм енче унпа юнашар Маттафия, Саммус, Анания, Азария, Урия, Езекия, Ваалсам тăнă;

(44) сулахай енче Фалдей, Мисаил, Мелхия, Аофасув, Навария, Захария тăнă.

(45) Ездра саккун кĕнекине пĕтĕм халăх умĕнче илнĕ те питĕ чыслăн ăна вулама ларнă;

(46) вăл саккуна ăнлантарнă чухне пурте ура çинче тăнă; ĕнтĕ Ездра Çÿлти Çÿлхуçа Турра, Саваоф Турра, Пурне те Тытса Тăракана тав тунă.

(47) Пĕтĕм халăх: аминь! тесе кăшкăрнă, аллисене çÿлелле çĕклесе, çĕре ÿксе, Çÿлхуçана пуççапнă.

(48) Иисус та, Анниуф та, Саравия та, Иадин та, Иакув та, Саватия та, Автея та, Меанна та, Калита та, Азария та, Иозавад та, Анания та, ФаЛия та, Левитсем те халăх умĕнче Çÿлхуçа саккунне вĕрентсе тăнă, мĕн вуланине ăнлантараăнлантара Турă саккунне вуланă.

(49) Атфарат вара Ездрăна — аслă священника, кĕнекеçĕне — тата халăха вĕрентсе тăнă Левитсене çапла каланă:

(50) çакă куна Çÿлхуçана халалланă, ĕнтĕ пурте саккуна йĕрсе итлесе тăчĕç;

(51) халĕ кайăр та тутлă çийĕр, пылак ĕçĕр, чухăнсене кучченеç ярса парăр,

(52) ĕнтĕ çакă куна Çÿлхуçана халалланă, ан хурланăр, Çÿлхуçа сире мухтава кăларĕ, тенĕ.

(53) Çавăн пекех Левитсем те халăха: ку сăваплă кун, ан хурланăр, тесе ÿкĕтленĕ.

(54) Вара пурте ĕçмеçиме, савăнма, чухăнсене кучченеç пама кайнă, нумайччен хĕпĕртесе савăннă:

(55) вĕсем ĕнтĕ пухура вĕрентнĕ сăмахсене ăша хывнă.

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.