Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Ездрăн Пĕрремĕш Кĕнеки
1
(1) Перси патши Кир пĕрремĕш çул патшара ларнă чухне, Иеремия урлă каланă Çÿлхуçа сăмахне тÿрре кăларса, Çÿлхуçа Перси патшийĕн Кирăн чун хавалне хускатса янă та, вăл вара пĕтĕм патшалăхĕ тăрăх сăмах вĕççĕн те, çырупа та çапла пĕлтерсе тухма хушнă:
(2) Кир, Перси патши, çапла калать: тÿпери Çÿлхуçа Турă мана çĕр çинчи мĕнпур патшалăха пачĕ, Вăл мана Иудейăри Иерусалим хулинче Хăйне валли Çурт лартма хушрĕ.
(3) Сирĕн хушшăрта Ун халăхĕн çыннисем пулсассăн, — ĕнтĕ хăйсен Турри вĕсемпе пĕрле пултăр! — çавсем Иудейăри Иерусалима кайччăр, Çÿлхуçа Çуртне — Израиль Туррин, Иерусалимри Туррăн Çуртне — туччăр.
(4) Кам ăçта пурăннине пăхмасăр, вырăнти çынсем вĕсене ылтăнпа кĕмĕл тата ытти пурлăх, выльăхчĕрлĕх паччăр, Иерусалимри Турă Çурчĕ валли ырă кăмăлтан пурлăх парса пулăшчăр, тет.
(5) Турă çынсен чун хавалне Иерусалима таврăнма, унти Çÿлхуçа Çуртне çĕнĕрен юсаса лартма хускатса янă та, вара çав çынсем — Иудăпа Вениамин ăрăвĕсен пуçлăхĕсем, священниксемпе Левитсем, ĕнтĕ камăн кăмăлĕ çаврăннă, çавсем пурте — кар çĕкленнĕ.
(6) Турă Çурчĕ валли ырă кăмăлтан панă парнисемсĕр пуçне вĕсем тата кĕмĕл савăтсем, ылтăн, тĕрлĕ пурлăх, выльăхчĕрлĕх тата хаклă япаласем панă.
(7) Вара Кир патша Çÿлхуçа Çурчĕн савăчĕсене — Навуходоносор Иерусалимран пуçтарса кайса хăй туррин çуртне хунă савăтсене — илсе килме хушнă,
(8) илсе килсессĕн Кир, Перси патши, вĕсене мул управçин Мифредатăн аллине панă, лешĕ вара, пĕтĕмпе шута илсе, иудейсен пуçлăхне Шешбацара панă.
(9) Акă мĕн чухлĕ савăт пулнă: ылтăн тирĕк — вăтăр, кĕмĕл тирĕк — пин, çĕçĕ — çирĕм тăххăр,
(10) ылтăн курка — вăтăр, кĕмĕл курка — тăватçĕр вуннă, ытти савăтсапа — пин: пылтăн тата кĕмĕл савăтсем мĕнпурĕ пилĕк пин те тăватçĕр пулнă. Тыткăнри çынсем Вавилонран Иерусалима таврăннă чухне Шешбацар çакна пĕтĕмпе хăйпе пĕрле илнĕ.
2
(1) Вавилон патши Навуходоносор тыткăна Вавилона куçарса кайнă çынсенчен Иерусалима тата Иудейăна, кашнийĕ хăйĕн хулине, таврăннă çĕршывăн ывăлĕсем çаксем пулаççĕ,—
(2) вĕсене ĕнтĕ Зоровавель, Иисус, Неемия, Сараий, Реелай, Мардохей, Билшан, Мисфар, Бигвай, Рехум, Ваана ертсе килнĕ. Акă Израиль çыннисен йышĕ:
(3) Парош ывăлĕсем — икĕ пин те çĕр çитмĕл икĕ çын;
(4) Сафатия ывăлĕсем — виççĕр çитмĕл икĕ çын;(5) Арах ывăлĕсем — çичçĕр çитмĕл пилĕк çын;
(5) ПахафМоав ывăлĕсем, Иисус тата Иоав тăхăмĕсем — икĕ пин те сакăрçĕр вуникĕ çын;
(7) Елам ывăлĕсем — пин те икçĕр аллă тăватă çын;
(8) Заттуй ывăлĕсем — тăхăрçĕр хĕрĕх пилĕк çын;
(9) Закхай ывăлĕсем — çичçĕр утмăл çын;
(10) Ваний ывăлĕсем — ултçĕр хĕрĕх икĕ çын; пБебай ывăлĕсем — ултçĕр çирĕм виçĕ çын;
(12) Азгад ывăлĕсем — пин те икçĕр çирĕм икĕ çын;
(13) Адоникам ывăлĕсем — ултçĕр утмăл ултă çын;
(14) Бигвай ывăлĕсем — икĕ пин те аллă ултă çын;
(15) Адин ывăлĕсем — тăватçĕр аллă тăватă çын;
(16) Езекия килĕнчен тухнă Атер ывăлĕсем — тăхăрвун сакăр çын;
(17) Бецай ывăлĕсем — виççĕр çирĕм виçĕ çын;
(18) Иора ывăлĕсем — çĕр вуникĕ çын;
(19) Хашум ывăлĕсем — икçĕр çирĕм виçĕ çын;
(20) Гиббар ывăлĕсем — тăхăрвун пилĕк çын;
(21) Вифлеем çыннисем — çĕр çирĕм виçĕ çын;
(22) Нетофа çыннисем — аллă ултă çын;
(23) Анафоф çыннисем — çĕр çирĕм сакăр çын;
(24) Азмавеф çыннисем — хĕрĕх икĕ çын;
(25) Кириаф-Иарим, Кефира тата Беероф çыннисем — çичçĕр хĕрĕх виçĕ çын;
(26) Рама тата Гева çыннисем — ултçĕр çирĕм пĕр çын;
(27) Михмас çыннисем — çĕр çирĕм икĕ çын;
(28) Вефиль тата Гай çыннисем — икçĕр çирĕм виçĕ çын;
(29) Нево çыннисем — аллă икĕ çын;
(30) Магбиш çыннисем — çĕр аллă ултă çын;
(31) тепĕр Елам ывăлĕсем — пин те икçĕр аллă тăватă çын;
(32) Харим ывăлĕсем — виççĕр çирĕм çын;
(33) Лидда, Хадид тата Оно çыннисем — çичçĕр çирĕм пилĕк çын;
(34) Иерихон çыннисем — виççĕр хĕрĕх пилĕк çын;
(35) Сенаа çыннисем — виçĕ пин те ултçĕр вăтăр çын.
(36) Священниксем: Иисус килĕнчен тухнă Иедаия ывăлĕсем — тăхăрçĕр çитмĕл виçĕ çын;
(37) Иммер ывăлĕсем — пин те аллă икĕ çын;
(38) Пашхур ывăлĕсем — пин те икçĕр хĕрĕх çичĕ çын;
(39) Харим ывăлĕсем пин те вунçичĕ çын.
(40) Левитсем: Годавия ывăлĕсенчен тухнă Иисуспа Кадмиил ывăлĕсем — çитмĕл тăватă çын;
(41) юрăçсем: Асаф ывăлĕсем — çĕр çирĕм сакăр çын;
(42) хапха хуралçисен ывăлĕсем: Шаллум ывăлĕсем, Атер ывăлĕсем, Талмон ывăлĕсем, Аккув ывăлĕсем, Хатита ывăлĕсем, Шовай ывăлĕсем — пурĕ çĕр вăтăр тăхăр çын.
(43) Левитсене пулăшакансем: Циха ывăлĕсем, Хасуфа ывăлĕсем, Таббаоф ывăлĕсем,
(44) Керос ывăлĕсем, Сиага ывăлĕсем, Фадон ывăлĕсем,
(45) Лебана ывăлĕсем, Хагаба ывăлĕсем, Аккув ывăлĕсем,
(46) Хагав ывăлĕсем, Шамлай ывăлĕсем, Ханан ывăлĕсем,
(47) Гиддел ывăлĕсем, Гахар ывăлĕсем, Реаия ывăлĕсем,
(48) Рецин ывăлĕсем, Некода ывăлĕсем, Газзам ывăлĕсем,
(49) Узза ывăлĕсем, Пасеах ывăлĕсем, Бесай ывăлĕсем,
(50) Асна ывăлĕсем, Меуним ывăлĕсем, Нефисим ывăлĕсем,
(51) Бакбук ывăлĕсем, Хакуфа ывăлĕсем, Хархур ывăлĕсем,
(52) Бацлуф ывăлĕсем, Мехида ывăлĕсем, Харша ывăлĕсем,
(53) Баркос ывăлĕсем, Сисра ывăлĕсем, Фамах ывăлĕсем,
(54) Нециах ывăлĕсем, Хатифа ывăлĕсем.
(55) Соломон чурисен ывăлĕсем: Сотай ывăлĕсем, Гассофереф ывăлĕсем, Феруда ывăлĕсем,
(56) Иаала ывăлĕсем, Даркон ывăлĕсем, Гиддел ывăлĕсем,
(57) Сефатия ывăлĕсем, Хаттил ывăлĕсем, Похереф-Гаццебайим ывăлĕсем, Амий ывăлĕсем —
(58) Левитсене пулăшакансемпе Соломон чурисен ывăлĕсем пурĕ — виççĕр тăхăрвун икĕ çын.
(59) Акă Тел-Мелах, Тел-Харша, Херуб-Аддан-Иммер çĕрĕсенчен килнисем, анчах хăйсен йăхĕ-кăкĕ Израильрен пулнипе пулманнине кăтартса парайманнисем:
(60) Делаия ывăлĕсем, Товия ывăлĕсем, Некода ывăлĕсем — ултçĕр аллă икĕ çын.
(61) Тата священниксен ывăлĕсенчен: Хебая ывăлĕсем, Гаккоц ывăлĕсем, Верзеллий ывăлĕсем; çав Верзеллий ĕнтĕ Галаадра пурăнакан Верзеллий хĕрĕсенчен пĕрне качча илнĕ те, вара ăна хăйне те Верзеллий тесе чĕнме пуçланă.
(62) Вĕсем хăйсен йăх-кăк тымарĕн çырăвне шыранă та, анчах тупайман, çавăнпа вĕсене священниксен йышĕнчен кăларнă.
(63) Вара халăх пуçлăхĕ вĕсене уримпа туммим тытнă священник килмесĕр аслă та сăваплă парнене çиме каламан.
(64) Çапла вара пĕтĕм халăх йышĕ хĕрĕх икĕ пин те виççĕр утмăл çын пулнă;
(65) кунсăр пуçне вĕсен чурисемпе хăрхăмĕсем — çичĕ пин те виççĕр вăтăр çичĕ çын; тата арçын юрăçсемпе хĕрарăм юрăçсем — икçĕр çын.
(66) Вĕсен çичçĕр вăтăр ултă ут, икçĕр хĕрĕх пилĕк ашакла лаша,
(67) тăватçĕр вăтăр пилĕк тĕвепе ултă пин те çичçĕр çирĕм пуç ашак пулнă.
(68) Иерусалимри Çÿлхуçа Çурчĕ патне çитсессĕн, хăшхăш ăру пуçлăхĕсем Турă Çуртне унчченхи вырăнĕнче çĕнĕрен туса лартма парнесем панă.
(69) Вĕсем ĕнтĕ вăйĕ çитнĕ таран панă, Çÿлхуçа Çурчĕн мул управăшне вĕсем утмăл пĕр пин драхма ылтăн, пилĕк пин мина кĕмĕл тата священниксем валли çĕр тум хывнă.
(70) Вара священниксем, Левитсем, халăхпа юрăçсем, хапха хуралçисем. Левитсене пулăшакансем — хăйсен хулисене пурăнма вырăнаçнă.
3
(1) Çиччĕмĕш уйăхра ĕнтĕ лĕсем хăйсен хулисенче
вара ун çинче петемешпе çунтарса Çÿлхуçана ирсерен те, каçсерен те парне кÿрсе тăма пуçланă. “Вĕсем ĕнтĕ хÿшĕ уявĕ уявланă, ăна саккун йĕркипе тунă: пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнене хăш кунĕнче мĕн чухлĕ кÿмелле пулнă, çавăн чухлĕ кÿнĕ.
(5) Çавăн хыççăн вĕсем пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнене кунсеренех кÿме пуçланă, çав парнене тата çĕнĕ уйăх кунĕнче те, Çÿлхуçана халалланă мĕнпур уявра та парса тăма пуçланă, тимлĕ пулса, çынсем тата ырă кăмăлтан Çÿлхуçана парнесем кÿнĕ.
(6) Çÿлхуçана çиччĕмĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕнчен пуçласа пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесем кÿрсе тăма пуçланă. Ун чухне Çÿлхуçа Çурчĕн никĕсне те хывман пулнăха.
(7) Чул касакансемпе йывăç каскалакан ăстасене кĕмĕл панă, Сидонпа Тир çыннисене вара — вĕсем Перси патши Кир ирĕк панипе Ливанран тинĕс урлă Яффăна кедр йывăçĕ кÿрсе тăччăр тесе — ĕçмеçиме, çу парса тăма тытăннă.
(8) Акă ĕнтĕ Иерусалима Турă Çурчĕ патне таврăнни иккĕмĕш çул çине кайсассăн, иккĕмĕш уйăхра
(10) Ĕçлекенсем Çÿлхуçа Çурчĕн никĕсне хывсассăн, Çÿлхуçана Израиль патши Давид панă йĕркепе мухтама унта священниксен тумне тăхăннă, аллине трупа тытнă, саященниксем тата кимвал тытнă Асаф ывăлĕсене тăратса тухнă.
(11) Вара вĕсем, пĕрпĕринпе ылмашăнса: «мухтавлăр», «Çÿлхуçана аслăлăр», «Вăл ырă, Унăн ырăлăхĕ — ĕмĕрлĕхе» тесе юрлама пуçланă. Çÿлхуçа Çурчĕн никĕсне хывса хăварнăшăн савăнса, пĕтĕм халăх Çÿлхуçана мухтавласа хыттăн, янăравлăн кăшкăрса тăнă.
(12) Çав вăхăтрах священниксемпе Левитсем, ăру пуçлăхĕсемпе ватă çынсем нумайăшĕ, унчченхи Çурта курнăскерсем, çакă Çурт никĕсне хывнине пăхса тăнă чухне ÿлесех йĕнĕ, ытларахăшĕ вара савăнсахĕпĕртесе кăшкăрса тăнă.
(13) Халăх ĕнтĕ хăй савăнса кăшкăрнипе йĕнине пĕрпĕринчен уйăрса та илеймен, мĕншĕн тесессĕн халăх хытă шавланă, унăн сасси питĕ аякра илтĕнсе тăнă.
4
(1) Иудăпа Вениамин тăшманĕсем ĕнтĕ тыткăнран таврăннисем Çÿлхуçанăн, Израиль Туррийĕн, Çуртне тума пуçлани çинчен илтнĕ;
(2) вара вĕсем Зоровавельпе ăру пуçлăхĕсем патне пынă та каланă вĕсене: эпир те сирĕнпе пĕрле ĕçлĕпĕр, мĕншĕн тесессĕн эпир те сирĕн Туррăра пуççапатпăр, эпир Ăна хамăра Сири патши Асардан çакăнта куçарса килнĕренпех парне кÿрсе тăратпăр, тенĕ.
(3) Зоровавельпе Иисус, Израиль ăрăвĕсен ытти пуçлăхĕсем каланă вĕсене: сирĕн пирĕнпе пĕрле пирĕн Туррăмăрăн Çуртне лартасси пулас çук; хамăра Перси патши Кир хушнă пек, Çÿлхуçанăн, Израиль Туррийĕн, Çуртне эпир хамăрах тăватпăр, тенĕ.
(4) Çав çĕр халăхĕ вара Иудея халăхĕн вăйне хавшатма, вĕсен ĕçне чăрмантарма тытăннă;
(5) çак ĕçе путарас шутпа, вĕсем канашçăсене сĕрев парса хăйсем майлă çавăрнă, Перси патши Кир вăхăтĕнче тăршшĕпех çапла пулнă, ку Перси патшине Дарий ларичченех çапла пулса пынă.
(6) Патшара Ахашверош ларнă чухне, вăл тин кăна патшана ларсассăн, вĕсем Иудейăпа Иерусалимра пурăнакансене айăпласа çырса янă.
(7) Артаксеркс вăхăтĕнче Бишлам, Мифредат, Табеел тата вĕсен юлташĕсем Перси патши Артаксеркс патне çыру çырнă. Çырăвне Сири саспаллийĕсемпе, сирилле çырнă пулнă, ăна куçарса панă.
(8) Çавăн чухне Рехум канашçăпа Шимшай çыруçă Артаксеркс патша патне Иерусалима хирĕçле çакăн пек çыру çырса янă:
(9) «Рехум канашçă, Шимшай çыруçă тата вĕсен юлташĕсем — динейсем, афарсафхейсем, тарпелейсем, апарссем, арехьянсем, вавилонсем, сусансем, дагсем, еламсем
(10) тата ытти халăхсем — аслă та мухтавлă Аснафар [Сеннахирим] куçарса килсе Самари хулисемпе юханшыв леш енчи хуласене вырăнаçтарнă тĕрлĕ халăхсем» тата ытти те. пÇав çырура акă мĕнле çырнă пулнă: «Артаксеркс патшана — санăн чурусем, юханшыв леш енче пурăнакансем» тата ытти те.
(12) Патша пĕлсе тăтăрччĕ: сан патăнтан тухса пирĕн патăмăра Иерусалима килнĕ иудейсем çакă пăлхавлă та юрăхсăр хулана çĕнетме тытăнчĕç: хÿме хĕвеççĕ, унăн никĕсне сиплерĕç те ĕнтĕ.
(13) Патша пĕлсе тăтăрччĕ: ку хулана туса пĕтерсессĕн, унăн хÿмине çĕнетсе тухсассăн, хырçă та, куланай та, ытти тÿлеве те пама пăрахĕç, вара патша хыснине сиен пулĕ.
(14) Эпир, патшамăра ĕçлесе тăракан çынсем, патшашăн сиенлĕ ĕçе асăрхамасăр тăма пултараймастпăр, çавăнпа ĕнтĕ патшана пĕлтеретпĕр:
(15) аçусенĕн çулсеренхи кĕнекинче шыраччăр — çулсеренхи кĕнекере эсĕ çакă хула пăлхавлă та патшасемпе çĕрсемшĕн сиенлĕ хула пулни çинчен, çав хула ĕлĕкренпех уйрăлауйрăла тухни çинчен, ăна шăпах çавăншăн аркатни çинчен вуласа пĕлĕн.
(16) Çавăнпа эпир патшана пĕлтеретпĕр: ку хулана туса çитерсессĕн, хÿмине хÿсе çаврăнсассăн, эсĕ юханшыв леш енчи пĕтĕм çĕрне çухатăн».
(17) Вара патша Рехум канашçăпа Шимшай çыруçă патне, вĕсен Самарире тата юханшыв леш енчи хуласенче пурăнакан юлташĕсем патне çапла çырса янă: «Канăçлăх пултăр сире»… тата ытти те.
(18) «Эсир пирĕн пата янă çырăва ман умăмра ăнланмалла вуласа пачĕç;
(19) хушрăм та — шыраса тупрĕç, пĕлчĕç: чăнах, ку хула мĕн авалтанпах патшасене хирĕç тăнине, унта пăлхавсемпе пăтравсем пулапула иртнине,
(20) Иерусалимра хăватлă патшасем пулнине, вĕсем юханшыв леш енчи пĕтĕм çĕре тытса тăнине, вĕсене хырçă, куланай тата ытти тÿлев парса тăнине пĕлтĕмĕр.
(21) Апла çав çынсене ĕçлеме чарăр, эпĕ каламасăр вăл хулана ан туччăр.
(22) Астăвăр, пурне те тĕплĕ тăвăр, тимлĕ пулăр; çав сиене пула патшалăхăн шар курмалла ан пултăр».
(23) Артаксеркс патшан çырăвне Рехумпа Шимшай çыруçă умĕнче тата вĕсен юлташĕсем умĕнче вуласа панă хыççăнах вĕсем пĕр тăхтаса тăмасăр Иерусалима иудейсем патне тухса кайнă та вĕсен ĕçне пысăк çар вăйĕпех чарса лартнă.
(24) Вара Иерусалимра Турă Çуртне тăвас ĕç чарăнса ларнă, Перси патши Дарий патшана ларни иккĕмĕш çул çитичченех çак ĕç вырăнтан хускалман.
5
(1) Ĕнтĕ Аггей пророкпа Захария пророк, Адда ывăлĕ, Иудейăри тата Иерусалимри иудейсене Израиль Турри ятĕнчен пророкла сăмах каланă.
(2) Вара Салафиил ывăлĕ Зоровавель тата Иоседек ывăлĕ Иисус Иерусалимра Турă Çуртне тума тытăннă, Турă пророкĕсем вĕсене хавхалантарса тăнă.
(3) Çавăн чухне вĕсем патне юханшыв леш енчи çĕр пуçлăхĕ Фафнай тата ШЕфарБознай хăйсен юлташĕсемпе пĕрле пынă та çапла каланă: ку Çурта тума, ăна туса лартма кам ирĕк панă сире? тенĕ.
(4) Вара эпир вĕсене çак Çурта тăвакан çынсен ячĕсене каларăмăр.
(5) Иудейăн аслă çыннисене хăйсен Турри хÿтĕлесе тăнă, кусем вара вĕсене ĕçлеме чарман, ку ĕç пирки Дарий патне çыру янă, ĕçе мĕнле татса парассине кĕтнĕ.
(6) Юханшыв лешьенĕн пуçлăхĕ Фафнай тата ШЕфарБознай хăйсен юлташĕсемпе, юханшыв леш енчи тÿрешарапа, Да рий патне янă çырура çапла çырнă пулнă —
(7) ăна хыпар ярса акă мĕн çырнă вĕсем: «Дарий патшана — пур тĕлĕшпе те тăнăçлăх пултăр!
(8) Патша пĕлсе тăтăрччĕ: эпир Иудея çĕрне аслă Туррăн Çурчĕ патне кайса килтĕмĕр; Çурта шултăра чултан купалаççĕ, стенисене йывăç та хывса хăвараççĕ; хăвăрт ĕçлеççĕ, ăнса пырать ку ĕç вĕсен аллинче.
(9) Эпир вĕсен аслă çыннисенчен çапла ыйтрăмăр: «ку Çурта тума, ăна туса лартма кам ирĕк панă сире?» терĕмĕр.
(10) Тата эпир, сана пĕлтерсе çырса ярас тесе, вĕсен аслă çыннисен ячĕсене ыйтса пĕлтĕмĕр.
(11) Вĕсем пире çапла каласа хуравларĕç: «эпир — тÿпепе çĕр Туррин чурисем; эпир нумай çул ĕлĕкрех туса лартнă Çурта çĕнĕрен тăватпăр, ăна Израилĕн аслă патши тунă, туса лартнă пулнă.
(12) Ĕнтĕ пирĕн аттемĕрсем Çÿлти Турра çиллентерсе çитернĕ те, Вăл вĕсене халдей çыннин Навуходоносорăн, Вавилон патшийĕн, аллине ÿкернĕ; патша çак Çурта çĕмĕрсе тăкнă та халăха Вавилона куçарса кайнă.
(13) Анчах та Вавилон патши Кир хăй пĕрремĕш çул патшара ларнă чухне çак Турă Çуртне тума ирĕк панă;
(14) Турă Çурчĕн савăчĕсене те — Навуходоносор Иерусалимри Çуртран илсе Вавилона, хăйсен туррисен çуртне кайса хунă ылтăнкĕмĕл савăтсене — Кир патша Вавилон туррисен çуртĕнчен илсе тухнă та Шешбацар ятлă çынна панă, — Шешбацара вăл çĕр пуçлăхне лартнă пулнă,—
(15) вăл ăна каланă: çак савăтсене ил те Иерусалим Çуртне илсе кайса пар; Турă Çуртне унчченхи вырăнĕнчех туса лартчăр, тенĕ.
(16) Вара çав Шешбацар килнĕ те Иерусалимра Турă Çурчĕн никĕсне хывса хăварнă; çав Çурта тăвас ĕç çавăнтанпах пырать, вăл халĕ те вĕçленменха» терĕç вĕсем.
(17) Эппин, патшан кăмăлĕ пулсассăн, патшасен мулĕ упранакан çуртра, унта Вавилонра, Кир патша Иерусалимра Турă Çуртне тума ирĕк панипе паманнине шыраса тупчăр, вара ăна пире ярса паччăр» тенĕ çырура.
6
(1) Вара, Дарий патша хушнипе, Вавилонра мул управăшĕнче кĕнекесем упранакан вырăна пăхса тухнă.
(2) Ĕнтĕ Миди çĕрĕнчи Екбатан керменĕнче пĕр тĕркем тупăннă, унта çапла çырнă пулнă: «Асра тытма:
(3) Кир патша хăй пĕрремĕш çул патшара ларнă чухне Иерусалимри Турă Çурчĕ пирки панă хушу: Çурта парне кÿрекен вырăнта лартчăр, ăна валли çирĕп никĕс хывччăр; унăн çÿллĕшĕ утмăл чике, сарлакăшĕ утмăл чике пултăр;
(4) шултăра чулсен речĕ — виççĕ, йывăç хунă рет пĕрре пултăр; тăккаланма мĕн кирлине патша килĕнчен парса тăччăр.
(5) Турă Çурчĕн савăчĕсене те — Навуходоносор Иерусалим Çуртĕнчен Вавилона илсе кайнă ылтăн та кĕмĕл савăтсене — каялла Иерусалим Çуртне тавăрса паччăр, кашни япалине Турă Çуртне хăйĕн вырăнне лартчăр».
(6) Дарий патшаран вара çакăн пек хушу çитнĕ: «Эсир вара, юханшыв леш енĕн пуçлăхĕ Фафнай, Шефар-Бознай, хăвăрăн юлташăрсемпе, юханшыв леш енчи тÿрешарапа, унтан пăрахса кайăр.
(7) Турă Çуртне тума ан чăрмантарăр; Иудея çĕрĕн пуçлăхĕпе Иудейăн аслă çыннисем Турă Çуртне унчченхи вырăнĕнчех туса лартчăр.
(8) Çапла хушатăп: Турă Çуртне тунă чухне Иудейăн аслă çыннисене пулăшсах тăрăр: патша пурлăхĕнчен — юханшыв леш енче пухнă куланайран — пĕр тăхтаса тăмасăр илĕр те çав çынсене парса тăрăр: ĕç чарăнса ан тăтăр;
(9) мĕн кирлине — пĕтĕмĕшпе çунтарса Çÿлти Турра парнесем кÿме пăрусем-и, сурăхсем-и, путексем-и, тулă-и, тăвар-и, эрех-и, çу-и — Иерусалим священникĕсем мĕн ыйтнине пурне те кунран-кунах, пĕр тытăнса тăмасăр парса тăрăр,
(10) вĕсем çапла Çÿлти Турра кăмăллă парнесем кÿрсе тăччăр, патшапа унăн ывăлĕсенĕн пурăнăçĕшĕн кĕлтуччăр.
(11) Тата çапла хушатăп: кам та кам çак хушăва пăсас пулсассăн, çавăн çурчĕн пĕренине кăларса илмелле те хăйне ăна çав пĕрене çумне пăталамалла, çуртне тĕппипех çĕмĕрмелле.
(12) Пĕр-пĕр патша е пĕр-пĕр халăх çак хушăва пăсса Иерусалимри Турă Çуртне сиен кÿме хăйсассăн, вĕсене Хăйĕн ячĕ çавăнта тăма кăмăл тунă Турă пĕтертĕр. Эпĕ, Дарий, çапла хушатăп: ăна тĕп-тĕрĕс пурăнăçласа тăрăр!»
(13) Вара юханшыв леш енĕн пуçлăхĕ Фафнай, Шефар-Бознай тата вĕсен юлташĕсем Дарий патша епле хушнă, пурне те çапла тĕп-тĕрĕс туса тăнă.
(14) Иудейĕн аслă çыннисем ăнăçлăн ĕçленĕ, Аггей пророкпа Адда ывăлĕ Захария вĕсене хавхалантарса тăнă. Çапла Израиль Туррин ирĕкĕпе, Перси патшисен Кирăн, Дарийĕн тата Артаксерксăн ирĕкĕпе Турă Çуртне туса лартнă, ĕçе вĕçленĕ.
(15) Çав Çурта адар уйăхĕн виççĕмĕш кунĕ тĕлне, Дарий патша улттăмĕш çул патшара ларнă чухне, туса пĕтернĕ.
(16) Вара Израиль ывăлĕсем — священниксемпе Левитсем, тыткăнран таврăннă пĕтĕм халăх — тем тĕрлĕ савăнсахĕпĕртесе Турă Çуртне тасалăх тивлечĕ кÿнĕ.
(17) Турă Çуртне тасалăх тивлечĕ кÿнĕ чухне вĕсем çĕр вăкăр, икçĕр сурăх таки, тăватçĕр путек кÿнĕ, тата пĕтĕм Израиль çылăхĕшĕн — Израиль йăхĕсен шутне кура — вуникĕ качака таки парне кÿнĕ.
(18) Унтан, Моисей кĕнекинче çырнă пек, Иерусалимра Турра ĕçлесе тăма священниксемпе Левитсене ушкăнушкăна уйăрнă, вĕсене хăйсен вырăнĕсене тăратса тухнă.
(19) Вара тыткăнран таврăннисем пĕрремĕш уйăхăн вунтăваттăмĕш кунĕнче Пасха уявне ирттернĕ,
(20) мĕншĕн тесессĕн священниксем, Левитсем тасалнă ĕнтĕ — вĕсем пурте, пĕр çын пек, таса пулнă; вара Левитсем тыткăнран таврăннисем валли пурин валли те, хăйсен священниктăванĕсем валли тата хăйсем валли пасха путекĕсем пуснă.
(21) Ĕнтĕ тыткăнран таврăннă Израиль ывăлĕсем пасха апачĕ çинĕ; Çÿлхуçана, Израиль Турриие, пуççапмашкăн ытти халăхсен тасамарлăхĕнчен хăпса Израиль ывăлĕсем çумне хутшăннисем те пасха апачĕ çинĕ.
(22) Тутлăлла çăкăр уявне çичĕ кун хушши савăнăçлăн та хĕпĕртевлĕн уявланă, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа вĕсене савăнăç кÿнĕ: Çÿлхуçанăн, Израиль Туррин, Çуртне тунă чухне вăйхал парса пулăшса тăма Ассири патшин чĕрине вĕсем майлă çавăрнă.
7
(1) Çак ĕçсем пулса иртнĕ хыççăн, Перси патшинче Артаксеркс ларнă чухне, Вавилонран Ездра таврăннă; Ездра вăл — Сераия ывăлĕ, Сераия — Азария ывăлĕ, Азария — Хелкия ывăлĕ,
(2) Хелкия — Шаллум ывăлĕ, Шаллум — Садок ывăлĕ, Садок — Ахитув ывăлĕ,
(3) Ахитув — Амария ывăлĕ, Амария — Азария ывăлĕ, Азария — Мерайоф ывăлĕ,
(4) Мерайоф — Захария ывăлĕ, Захария — Уззий ывăлĕ, Уззий — Буккий ывăлĕ,
(5) Буккий — Авишуй ывăлĕ, Авишуй — Финеес ывăлĕ, Финеес — Елеазар ывăлĕ, Елеазар — аслă священникăн Ааронăн ывăлĕ;
(6) çав Ездра Вавилонран таврăннă. Вăл кĕнекеçĕ пулнă — Çÿлхуçа, Израиль Турри, панă Моисей саккунне лайăх пĕлнĕ. Патша ăна мĕн ыйтнине пĕтĕмпех панă, мĕншĕн тесессĕн Ездрăпа пĕрле хăйĕн Çÿлхуçа Турри пулнă.
(7) Артаксеркс патша çиччĕмĕш çул патшара ларнă чухне Израиль ывăлĕсен пĕр пайĕ — хăшпĕр священниксемпе Левитсем, юрăçсем, хапха хуралçисем, Левитсене пулăшакансем — Ездрăпа пĕрле Иерусалима тухса кайнă.
(8) Ездра Иерусалима пиллĕкĕмĕш уйăхра, çав патша çиччĕмĕш çул патшара ларнă чухне, пырса çитнĕ.
(9) Вавилонран вăл пĕрремĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче тухнă пулнă, Иерусалима вара пиллĕкĕмĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче çитнĕ — ĕнтĕ ырăлăх паракан Турă алли ун çинчех пулнă,
(10) мĕншĕн тесессĕн Ездра пĕтĕм чун хавалĕпе Çÿлхуçа саккунне тĕпчеме, ăна вырăна килтерсе тăма, Изра иль халăхне саккунпа тÿрĕлĕхе вĕрентме тăрăшнă.
(11) Артаксеркс патша Ездра священника, Израильре Çÿлхуçа ÿкĕчĕсемпе саккунĕсене вĕрентнĕ кĕнекеçĕне, панă çырура çапла каланă:
(12) «Артаксеркс, патшасенĕн патши, — Ездра священника, тÿпери Турă саккунне тĕплĕ пĕлекене» тата ытти те.
(13) «Çапла хушатăп: манăн патшалăхăмра пурăнакан Израиль халăхĕн çыннисем, священниксемпе Левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухăшлать, çавсем санпа пĕрле кайччăр.
(14) Сана патшапа унăн çичĕ канашçи Иудăпа Иерусалима яраççĕ: санăн хăвăн Туррун саккунĕ пур, унти ларутăрăва çак саккун тăрăх пăхса тух.
(15) Унсăр пуçне санăн унта ылтăнпа кĕмĕл — патшапа унăн канашçисем Иерусалимра пурăнакан Израиль Турри валли панă ылтăнкĕмĕле — илсе çитермелле;
(16) тата эсĕ пĕтĕм Вавилон çĕрĕ тăрăх кайса ылтăнкĕмĕл пуçтарăн та ăна та, тата халăхпа священниксем Иерусалимри хăйсен Туррин Çурчĕ валли ырă кăмăлтан панă парнисене те хăвăнпа пĕрле илсе кайăн;
(17) çав укçапа хăвăртрах вăкăрсем, сурăхсем, путексем тата унсăр пуçне тырăпулă парнисем туян, вĕсем çине сирпĕтме иçĕм эрехĕ туян, çакна пĕтĕмпе хăвăр Туррăрăн Иерусалимри Çурчĕн парне вырăнĕ çинче парне кÿр.
(18) Ытти мĕн юлнă ылтăнкĕмĕлпе ху тата хăвăн тăванусем мĕн тума шухăшлатăр, хăвăр Туррăр ирĕкĕпе çавна тăвăр.
(19) Сана хăвăн Туррун Çуртĕнче ĕçлесе тăма панă савăтсене Иерусалим Турри умне ларт.
(20) Хăвăн Туррун Çурчĕ валли тата мĕн кирлине сана патша мулĕн управăшĕнчен илсе парĕç.
(21) Эпĕ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управçисене çапла хушатăп: Ездра священник, Çÿлти Турă саккунне вĕрентекен, сирĕнтен мĕн ыйтать, çавна пĕр тăхтаса тăмасăр парăр:
(22) çĕр талант таран кĕмĕл, çĕр кор таран тулă, çĕр бат таран иçĕм эрехĕ, çĕр бат таран çу парăр, тăварне вара виçме те кирлĕ мар.
(23) Çÿлти Турă мĕн хушнă, çÿлти Турă Çурчĕшĕн çавна тимлĕн, тăрăшса тумалла; [асăрханăр, çÿлти Турă Çурчĕ çине кам та пулин алă ан тăстăр,] çавна пула патшалăх çине, патшапа унăн ывăлĕсем çине Унăн çилли ан ÿктĕр.
(24) Эпир сире пĕлтерсе хуратпăр: священниксенчен е Левитсенчен, юрăçсенчен, хапха хуралçисенчен, Левитсене пулăшакансенчен, çак Турă Çуртĕнче ĕçлесе тăракансенчен нихăшĕнчен те хырçă та, куланай та, нимĕнле тÿлев те илмелле мар.
(25) Эсĕ вара, Ездра, Турру ăслăлăхне чĕрÿне хывнăскер, пуçлăхсемпе тÿресем лартса тух; вĕсем юханшыв леш енчи пĕтĕм халăха — санăн Туррун саккунĕсене пĕлекенскерсене — тÿррипе сут туччăр, пĕлменнисене вара вĕрентĕр.
(26) Кам та кам санăн Туррун саккунне, патша саккунне пурăнăçламасть, çавна çийĕнчех сут туса е вĕлермелле, е хăваласа ямалла, е укçа тÿлеттермелле, е тĕрмене хупмалла».
(27) Çÿлхуçамăр, пирĕн аттемĕрсен Турри, мухтавлă. Вăл патша чĕрине Иерусалимри Çуртне илем кÿрес шухăш хыврĕ,
(28) патшапа унăн канашçисен, патшанăн пур хăватлă çулпуçĕсен кăмăлне ман еннелле çавăрчĕ! Кăмăлăм çĕкленчĕ, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Туррăмăн алли ман çинче пулчĕ, вара эпĕ Израиль пуçлăхĕсене хампа пĕрле кайма пуçтартăм.
8
(1) Артаксеркс патшара ларнă чухне Вавилонран манпа пĕрле тухнă ăрусен пуçлăхĕсем тата вĕсен йăхĕ-кăкĕ çакă:
(2) Финеес ывăлĕсенчен — Гирсон; Ифамар ывăлĕсенчен — Даниил; Давид ывăлĕсенчен — Хаттуш;
(3) Шехания ывăлĕсенчен, Парош ывăлĕсенчен — Захария, унпа пĕрле, йăх-кăк çырăвĕ тăрăх, çĕр аллă арçын;
(4) ПахафМоав ывăлĕсенчен — Ельегоенай, Зерахия ывăлĕ, унпа пĕрле икçĕр арçын;
(5) [Зафой] ывăлĕсенчен — Шехания, Яхазиил ывăлĕ, унпа пĕрле виççĕр арçын;
(6) Адин ывăлĕсен чен — Евед, Ионафан ывăлĕ, унпа пĕрле аллă арçын;
(7) Елам ывăлĕсенчен — Иешаия, АфаЛия ывăлĕ, унпа пĕрле çитмĕл арçын;
(8) Сафатия ывăлĕсенчен — Зевадия, Михаил ывăлĕ, унпа пĕрле сакăрвунă арçын;
(9) Иоав ывăлĕсенчен — Овадия, Иехиел ывăлĕ, унпа пĕрле икçĕр вунсакăр арçын;
(10) Вааний ывăлĕсенчен — Шеломиф, Иосифия ывăлĕ, унпа пĕрле çĕр утмăл арçын;
(11) Бевай ывăлĕсенчен — Захария, Бевай ывăлĕ, унпа пĕрле çирĕм сакăр арçын;
(12) Азгад ывăлĕсенчен — Иоханан, Гаккатан ывăлĕ, унпа пĕрле çĕр те вунă арçын;
(13) юлашкинчен Адоникам ывăлĕсем килнĕ, акă вĕсен ячĕсем: Елифелет, Иеиел тата Шемаия, вĕсемпе пĕрле утмăл арçын;
(14) Бигвай ывăлĕсенчен — Уфай тата Заббуд, вĕсемпе пĕрле çитмĕл арçын.
(15) Эпĕ вĕсене Агавăна юхса кĕрекен шыв хĕрринче пуçтартăм та, эпир унта виçĕ кун тăтăмăр; халăхпа священниксене пăхса çаврăнсассăн, эпĕ унта Левий ывăлĕсенчен никама та тупаймарăм.
(16) Эпĕ вара Елиезер, Ариэл, Шемаия, Елнафан, Иарив, Елнафан, Нафан, Захария, Мешшулам пуçлăхсене тата Иояривпа Елнафан ăсчахсене чĕнтерсе килме хушрăм.
(17) Эпĕ вĕсене Касифье теекен вырăнти Иддо пуçлăх патне ĕçпе ятăм, Иддопа унăн тăванĕсене, Касифьери Левитсене пулăшакансене, мĕн каламаллине вĕрентсе, Туррăмăрăн Çуртĕнче ĕçлесе тăма хамăр пата çынсем илсе килме хушрăм.
(18) Туррăмăрăн ырăлăх кăтартакан алли пирĕн çинче пулнăран вĕсем пирĕн пата Шеревияна, ăслă çынна, Махлий ывăлне, — Махлий вăл — Левий ывăлĕ, Левий — Израиль ывăлĕ,— татаунăнывăлĕсемпе тăванĕсене вунсакăр çын,
(19) тата Хашавияна, унпа пĕрле Мерари тăхăмне Иешаияна, унăн тăванĕсене, вĕсен ывăлĕсене çирĕм çын илсе килчĕç;
(20) тата Левитсене пулăшакансене, — вĕсен йăхне хăй вăхăтĕнче Давидпа унăн аслă улпучĕсем Левитсене пулăшса тăма уйăрнă пулнă,— икçĕр çирĕм çын илсе килчĕç; вĕсене пурне те ятран çырса тухнă.
(21) Туррăмăр умĕнче йăвашланас, хамăршăн, хамăр ачасемшĕн тата хамăрăн мĕнпур пурлăхшăн ăнăçлă çул ыйтас тесе, Агава юханшывĕ хĕрринче эпĕ типĕ тытмалли çинчен пĕлтертĕм,
(22) мĕншĕн тесессĕн хамăра çул çинчи тăшмансенчен сыхласа пыма патшаран çарпа юланутсем ыйтма эпĕ иментĕм: патшапа сăмахласа, эпир çапла каланăччĕ: Хăй патне пыракансемшĕн пирĕн Туррăмăрăн алли — ырăлăх кăтартакан алă, Хăйне пăрахакансене вара пурне те Унăн хăвачĕ, Унăн çилли çитет! тенĕччĕ.
(23) Эпир вара типĕ тытрăмăр, Турра хута кĕме тархасларăмăр, Вăл пире илтрĕ.
(24) Эпĕ ĕнтĕ священниксен пуçлăхĕсенчен вуникĕ çын — Шеревияна, Хашавияна тата вĕсемпе пĕрле вĕсен вунă тăванне — уйăрса илтĕм;
(25) эпĕ вĕсене Туррăмăр Çурчĕ валли пухăннă пĕтĕм пулăшулăха — патшапа унăн канашçисем, унăн аслă улпучĕсем, çав çĕршыври пур Израильсем парнелесе панă ылтăнкĕмĕле, савăтсене — виçевиçе патăм.
(26) Виçсе тухса, эпĕ вĕсене акă мĕнмĕн патăм: кĕмĕл — ултçĕр аллă талант, кĕмĕл савăт — çĕр талант чухлĕ, ылтăн — çĕр талант,
(27) пиншер драхма тăракан ылтăн курка — çирĕм, хакĕпе ылтăнпа танах çутă йĕс савăт — иккĕ.
(28) Вара эпĕ вĕсене каларăм: сире Çÿлхуçана халалланă, çак савăтсапана та Ăна халалланă; ку ылтăнпа кĕмĕле аçăрсенĕн Çÿлхуçа Туррине парнеленĕ.
(29) Тимлĕ пулăр, çакна Иерусалима илсе çитерсе, священниксемпе Левитсен пуçлăхĕсем умĕнче, Израиль ăрăвĕсен пуçлăхĕсем умĕнче виçепе виçсе Çÿлхуçа Çурчĕн управăшне хуриччен тимлĕ пулăр, терĕм.
(30) Священниксемпе Левитсем вара — Иерусалима Туррăмăрăн Çуртне илсе çитермешкĕн — мĕн чухлĕ тайнине виçнĕ ылтăнпа кĕмĕле, савăтсене йышăнчĕç.
(31) Çапла эпир Агава юханшывĕ хĕрринчен пĕрремĕш уйăхăн вуниккĕмĕш кунĕнче Иерусалима кайма тапранса тухрăмăр; Туррăмăрăн аллийĕ пирĕн çинче пулчĕ, пире тăшман аллине, сыхласа тăракансен аллине лекесрен çул çинче хăтарса пычĕ.
(32) Ентĕ Иерусалима çитрĕмĕр, унта виçĕ кун тăтăмăр.
(33) Тăваттăмĕш кунхине эпир ылтăнпа кĕмĕле те, савăтсене те, виçепе виçсе, Туррăмăр Çуртне, Меремоф священника, Урия ывăлне, тата Финеес ывăлне Елеазара, тата Левитсене — Иисус ывăлне Иозавада, Виннуй ывăлне Ноадияна — патăмăр,
(34) пĕтĕмпех шутласа, виçсе тухрăмăр, пĕтĕмĕшле виçине çавăн чухнех çырса хутăмăр.
(35) Тыткăнран куçса килнисем Израиль Туррине пĕтĕм Израилыпĕн парне — пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿме вуникĕ пăру, тăхăрвун ултă сурăх, çитмĕл çичĕ путек тата çылăх парни кÿме вуникĕ качака таки — илсе пычĕç: çакна пурне те пĕтĕмĕшпе çунтарса Çÿлхуçана парне кÿчĕç.
(36) Вĕсем патша мĕн хушса çырнине патшанăн вырăнти пуçлăхĕсемпе юханшыв лешьенĕн çĕр пуçлăхĕсене пачĕç. Вара çав пуçлăхсем халăха, Турă Çуртне чыс турĕç.
9
(1) Çакăн хыççăн ман патăма халăх пуçлăхĕсем пычĕç те каларĕç: Израиль халăхĕ, священниксемпе Левитсем ют халăхсенчен, вĕсен ирсĕрлĕхĕнчен, Ханаансенчен, хетсенчен, ферезейсенчен, иевусейсенчен, аммонсенчен, моавсенчен, египетсенчен, амморейсенчен хăпман,
(2) хăйсем те, ывăлĕсем те çав халăхсен хĕрĕсене качча илнĕ, ĕнтĕ таса вăрлăх ют халăх йăхĕсемпе хутăшса кайнă; çакă йĕркесĕр ĕçре паллă çынсемпе аслă çынсем вара чи малта пулнă, терĕç.
(3) Çак сăмаха илтсессĕн эпĕ çири тумтирĕме аялтиçиелтипех çурса антартăм, çÿçĕмпе сухалăма тăпăлтартăм; эпĕ шалт тĕлĕнсе, хуйхăрса лартăм.
(4) Çавăн чухне вара ман патăма унччен куçса килнисем тунă усал ĕçсемшĕн Израиль Турри сăмахĕнчен хăраса ÿкнисем пухăнчĕç, эпĕ ĕнтĕ каçхи парне вăхăчĕ çитичченех хуйхăрса лартăм.
(5) Каçхи парне вăхăтĕнче эпĕ хам кулянса ларнă вырăнтан тăтăм та çурса антарнă аялтиçиелти тумтирĕм вĕççĕнех чĕркуçлентĕм, аллăмсене Çÿлхуçа Туррăм еннелле çĕклесе
(6) çапла каларăм: эй Туррăмçăм! Сан умăнта эпĕ пуçăма çĕклеме те намăсланатăп, хăратăп, эй Туррăмçăм, пирĕн йĕркесĕр ĕçĕмĕрсем пуç тÿпинчен те çÿлерех, пирĕн айăпăмăр тÿпене çитиех купаланнă.
(7) Аттемĕрсен вăхăтĕнчен пуçласа мĕн паянхи кунчченех эпир тÿсме çук пысăк айăпра; йĕркесĕр ĕçĕмĕрсемшĕн пире, пирĕн патшасене, пирĕн священниксене ют çĕр патшисен аллине панă, хĕç айне тунă, тыткăна ăсатнă, çаратнă, паянхи пекех, намăс курса пурăнмалла тунă.
(8) Çÿлхуçа Туррăмăр пире кĕске вăхăтлăха ырăлăх пачĕ, Вăл, пирĕн халăхăн йăлкăмне сыхласа хăварса, пире Хăйĕн сăваплă çĕрĕ çинче тĕпленме ирĕк пачĕ, Туррăмăр пирĕн куçсене çуталтарчĕ, чуралăхра йăл илме пачĕ.
(9) Эпир — чурасем, анчах Туррăмăр пире чуралăхра та пăрахмарĕ. Вăл Перси патшисен кăмăлне пирĕн еннелле çавăрчĕ те, лешĕсем пире вăй илме, Туррăмăр Çуртне ишĕлчĕкрен çĕклесе çĕнĕрен туса лартма, Иудейăпа Иерусалимра хÿттĕн пурăнма май пачĕç.
(10) Эй Туррăмăр, халĕ ĕнтĕ çакăн хыççăн эпир мĕн калама пултарайăпăр? Эпир Санăн ÿкĕтÿсенчен пăрăнтăмăр,
(11) Эсĕ вĕсене пире Хăвăн чурусем, пророкусем, урлă панă, Эсĕ каланă: «эсир хăвăр аллăра илме каякан çĕр таса çĕр мар, вăл ют халăхсен тасамарлăхĕпе, вĕсен йĕрĕнчĕкĕсемпе вараланнă, вĕсем çĕре пĕр хĕрринчен пуçласа тепĕр хĕррине çитиех ирсĕрлетнĕ.
(12) Çапла ĕнтĕ, хăвăр хĕрĕрсене вĕсен ывăлĕсене качча ан парăр, вĕсен хĕрĕсене те ывăлăрсем валли качча ан илĕр; çав çĕрĕн ырăлăхĕпе пурăнса ăна хăвăр ывăлăрсем валли еткерлĕхе хăварас тесессĕн, вĕсене ĕмĕрне те тăнăçлă ырă пурăнăç ан сунăр» тенĕ.
(13) Хамăрăн усал ĕçсемшĕн, хамăрăн пысăк çылăхшăн çакăн пек асап тÿснĕ хыççăн та,— эй Туррăмăр, Эсĕ пире йĕркесĕр ĕçсемшĕн тивĕçлипе хаса памарăн, хĕрхентĕн пире, халăх йăлкăмне сыхласа хăвартăн,—
(14) çакăн хыççăн та эпир Эсĕ хунă йĕркесене татах пăсса пурăнăпăрши, çав йĕрĕнчĕк халăхсемпе хурăнташланăпăрши? Эсĕ пире тĕппипех пĕтермелле çилленмĕнши, ĕнтĕ йăлкăм та сыхланса юлмĕши?
(15) Эй Çÿлхуçа, Израиль Турри, Эсĕ сăваплă! Эпир чĕрĕ юлтăмăр, паянхи кунчченех сыхланса юлтăмăр; акă эпир Сан умăнта хамăрăн çылăхăмăрсемпе тăратпăр; пирĕн ĕнтĕ çакăн хыççăн Сан умна курăнмалла та мар, терĕм эпĕ.
10
(1) Ездра çапла Турă Çурчĕ умĕнче ÿпне ÿксе, йĕрейĕре ÿкĕнсе кĕлтунă хушăра ун патне Израильсем — арçынсемпе хĕрарăмсем, ачапăча — питех те нумаййăн пуçтарăннă, ĕнтĕ пĕтĕм халăх йĕнĕ, ĕсĕкленĕ.
(2) Вара Шехания, Елам ывăлĕсенчен тухнă Иехиил ывăлĕ, Ездрăна çапла хуравласа каланă: эпир, çак вырăнти ют халăхсен хĕрĕсене качча илсе, Туррăмăр умĕнче усал ĕç турăмăр, çавах та Израилĕн шанчăк сÿнменха;
(3) халĕ эпир Туррăмăрпа халал хывăпăр: хуçамăм канашне тата Туррăмăр ÿкĕчĕсене хисеплесеуяса тăракансен канашне итлесе, эпир хамăрăн арăмсене тата вĕсем çуратнă ачасене пурне те каялла яма пулăпăр,— саккун хушнă пек пултăр!
(4) Тăр, мĕншĕн тесессĕн ку вăл — санăн ĕçÿ, эпир вара — санпа пĕрле: сывлăш çавăрса ил те ĕçе тытăн! тенĕ.
(5) Ездра ĕнтĕ ура çине тăнă, вăл священниксен пуçлăхĕсене, Левитсене тата пĕтĕм Израиль çыннисене çапла тумашкăн пулса тупа тума хушнă. Вĕсем ĕнтĕ тупа тунă.
(6) Ездра вара Турă Çурчĕ патĕнчен ЕЛияшив ывăлĕн Иохананăн килне кайнă, вăл çавăнтах çĕр каçнă. Çăкăр та çимен вăл, шыв та ĕçмен, куçса килнисенĕн çылăхĕсемшĕн хуйхăрса йĕнĕ.
(7) Иудейăра та, Иерусалимра та пĕлтерсе тухнă: тыткăнра пулнисене пурне те Иерусалима пухăнма чĕннĕ,
(8) кам та кам вара виçĕ кун хушшинче унта пымасть, пуçлăхсемпе аслă çынсем кăтартнă тăрăх, çавăн пĕтĕм пурлăхне тупаламалла, ăна хăйне куçса килнĕ халăхран уйăрмалла, тенĕ.
(9) Вара Иудейăра пурăнакансем те, Вениамин çĕрĕнче пурăнакансем те виçĕ кун хушшинче пурте Иерусалима пухăннă. Ку вăл тăххăрмĕш уйăхăн çирĕммĕш кунĕнче пулнă. Пĕтĕм халăх Турă Çурчĕ умĕнчи уçă вырăнта çак ĕçе тата çумăра пула чĕтресе ларнă.
(10) Ентĕ Ездра священник тăнă та вĕсене çапла каланă: ют халăх хĕрĕсене качча илсе эсир усал ĕç тунă, çапла Израилĕн айăпне тата пысăклатнă.
(11) Çавăншăн аçăрсен Çÿлхуçа Турри умĕнче ÿкĕнсе айăпăра йышăнăр, Унăн ирĕкне вырăна килтерсе, хăвăра ют халăхсенчен, ютран илнĕ арăмăрсенчен уйăрăр, тенĕ.
(12) Пĕтĕм пуху хыттăн хуравласа каланă: эсĕ каланă пек тăвăпăр!
(13) Анчах та халăх йышлă, вăхăчĕ те халĕ çумăрлă; урамра тăма май çук. Еçĕ те ку пĕрик кун хушшинчех тумалли ĕç мар, мĕншĕн тесессĕн ку ĕçре эпир çылăха кĕрсе пĕтрĕмĕр.
(14) Пирĕн пуçлăхсем çак ĕçе пĕтĕм халăх ятĕнчен пăхса тухчăр та, вара пирĕн хуласенче пурăнакансем, ют халăх хĕрĕсене качча илнисем, палăртса хунă вăхăтра çакăнта çав хуласен аслă çыннисемпе, тÿрисемпе килччĕр. Ĕнтĕ çак çылăха пула Туррăмăрăн вутçулăмла çунакан çилли пирĕнтен сирĕлинччĕ! тенĕ.
(15) Темиçе çын çеç — Асаил ывăлĕ Ионафан тата Фиква ывăлĕ Яхзеия — çакна хирĕç пулнă; тата Мешуллам, Шавфай Левит вĕсем майлă пулнă.
(16) Тыткăнран тухнисем çапла тунă та. Çак ĕçе тумашкăн Ездра священник ăру пуçĕсене, — кашни ăруран, ятран,— суйласа илнĕ. Вара вĕсем çак ĕçе тишкерсе пĕлме вуннăмĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче канашлу ирт тернĕ;
(17) ют халăхсен хĕрĕсене качча илнисенĕн ĕçĕсене вĕсем пĕрремĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕ тĕлне тишкерсе тухнă.
(18) Священниксен ывăлĕсем хушшинче ют халăх хĕрĕсене качча илнисем çаксем тупăннă: Иоседек ывăлĕн Иисусăн ывăлĕсемпе ун тăванĕсенчен: Маасея, Елиезер, Иарив тата ГедаЛия;
(19) вĕсем хăйсен арăмĕсене каялла яма сăмах панă; кашнийĕ хăйĕн çылăхĕшĕн пĕр сурăх таки парне кÿнĕ;
(20) Иммер ывăлĕсенчен: Хананий тата Зевадия;
(21) Харим ывăлĕсенчен: Маасея, Елия, Шемаия, Иехиил тата Уззия;
(22) Пашхур ывăлĕсенчен: Елиоенай, Маасея, Исмаил, Нафанаил, Иозавад тата Еласа;
(23) Левитсенчен: Иозавад, Шимей, Келаия, вăлах — Клита, Пафахия, Иуда тата Елиезер;
(24) юрăçсенчен: ЕЛияшив; хапха хуралçисенчен: Шаллум, Телем тата Урий;
(25) Израильсенчен вара — Парош ывăлĕсенчен: Рамаия, Иззия, Малхия, Миямин, Елеазар, Малхия тата Венаия;
(26) Елам ывăлĕсенчен: Матфания, Захария, Иехиел, Авдий, Иремоф тата Елия;
(27) Заффу ывăлĕсенчен: Елиоенай, Елияшив, Матфания, Иремоф, Завад тата Азиса;
(28) Бевай ывăлĕсенчен: Иоханан, Ханания, Забвай тата Афлай;
(29) Ваний ывăлĕсенчен: Мешуллам, Маллух, Адая, Иашув, Шеал тата Иерамоф;
(30) ПахафМоав ывăлĕсенчен: Адна, Хелал, Венаия, Маасея, Матфания, Веселиил, Биннуй тата Манассия;
(31) Харим ывăлĕсенчен: Елиезер, Ишшия, Малхия, Шемаия, Симеон,
(32) Вениамин, Маллух, Шемария;
(33) Хашум ывăлĕсенчен: Мафнай, Мафафа, Завад, Елифелет, Иеремай, Манассия тата Шимей;
(34) Ваний ывăлĕсенчен: Маадай, Амрам, Уел,
(35) Бенаия, Бидья, Келуги,
(36) Ванея, Меремоф, Елиашив,
(37) Матфания, Мафнай, Иаасай,
(38) Ваний, Биннуй, Шимей,
(39) Шелемия, Нафан, Адаия,
(40) Махнадбай, Шашай, Шарай,
(41) Азариел, Шелемиягу, Шемария,
(42) Шаллум, Амария тата Иосиф;
(43) Нево ывăлĕсенчен: Иеиел, Матфифия, Завад, Зевииа, Иаддай, Иоель хĕрĕсене качча илнĕ пулнă, хăш арăмĕтата Бенаия.
(44) Çаксем пурте ют халăх сем ĕнтĕ вĕсене ачасем те çуратса панă.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓