Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Çулсеренхи Пĕрремĕш Кĕнеке
1
(1) Адам, Сиф, Енос,
(2) Каинан, Малелеил, Иаред,
(3) Енох, Мафусал, Ламех,
(4) Ной, Сим, Хам тата Иафет.
(5) Иафет ывăлĕсем: Гомер, Магог, Мадай, Иаван, [Елиса,] Фувал, Мешех тата Фирас.
(6) Гомер ывăлĕсем: Аскеназ, Рифат тата Фогарма.
(7) Иаван ывăлĕсем: Елиса, Фарсис, Киттим тата Доданим.
(8) Хам ывăлĕсем: Хуш, Мицраим, Фут тата Ханаан.
(9) Хуш ывăлĕсем: Сева, Хавила, Савта, Раама тата Савтеха. Раама ывăлĕсем: Шева тата Дедан.
(10) Хушран тата Нимрод çуралнă: çавă çĕр çинче паттăра тухнă. пМицраимран Лудим, Анамим, Легавим, Нафтухим,
(12) Патрусим, Каслухим тата Кафторим çуралнă, Каслухимран Филистимсем пулса кайнă.
(13) Ханаанран Сидон, унăн малтанхи ывăлĕ, çуралнă, унăн тата Хет,
(14) Иевусей, Аморрей, Гергесей,
(15) Евей, Аркей, Синей,
(16) Арвадей, Цемарей тата Хамафей çуралнă.
(17) Сим ывăлĕсем: Елам, Ассур, Арфаксад, Луд тата Арам. [Арам ывăлĕсем:] Уц, Хул, ГЕфер тата Мешех.
(18) Арфаксадран [Каинан çуралнă, Каинанран вара] Сала çуралнă, Саларан Евер çуралнă.
(19) Еверăн икĕ ывăл çуралнă: пĕрне Фалек тесе чĕннĕ, мĕншĕн тесессĕн вăл пурăннă вăхăтра çĕр пайланса кайнă; унăн пĕртăванĕ Иоктан ятлă пулнă.
(20) Иоктанран Алмодад, Шалеф, Хацармавет, Иерах,
(21) Гадорам, Узал, Дикла,
(22) Евал, Авимаил, Шева,
(23) Офир, Хавила тата Иовав çуралнă. Çаксем пурте Иоктан ывăлĕсем.
(24) [Сим ывăлĕсем вара:] Арфаксад, [Каинан,] Сала,
(25) Евер, Фалек, Рагав,
(26) Серух, Нахор, Фарра,
(27) Аврам, вăлах Авраам.
(28) Авраам ывăлĕсем: Исаак тата Измаил.
(29) Вĕсен йăхĕ-кăкĕ çакă: Измаилăн малтанхи ывăлĕ Наваиоф, ун хыççăн Кедар, Адбеел, Мивсам,
(30) Мишма, Дума, Масса, Хадад, Фема,
(31) Иертур, Нафиш тата Кедма. Кусем — Измаил ывăлĕсем.
(32) Хеттуран, Авраам çумарăмĕн, ывăлĕсем: вăл Зимрана, Иокшана, Медана, Мадиана, Ишбака тата Шуаха çуратса панă. Иокшан ывăлĕсем: Шева тата Дедан. [Дедан ывăлĕсем: Рагуил, Навдеил, Ассуриим, Астусиим тата Асомин.]
(33) Мадиан ывăлĕсем: Ефа, Ефер, Ханох, Авида тата Елдага. Çаксем пурте — Хеттура ывăлĕсем.
(34) Авраамран Исаак çуралнă. Исаак ывăлĕсем: Исав тата Израиль. * Еврейсен: «Çулсеренхи кĕнеке».
(35) Исав ывăлĕсем: Елифаз, Рагуил, Иеус, Иеглом тата Корей.
(36) Елифаз ывăлĕсем: Феман, Омар, Цефо, Гафам, Кеназ; [Фимна вара, Елифаз çумарăмĕ, ăна] Амалика [çуратса панă].
(37) Рагуил ывăлĕсем: Нахаф, Зерах, Шамма тата Миза.
(38) Сеир ывăлĕсем: Лотан, Шовал, Цивеон, Ана, Дишон, Ецер тата Дишан.
(39) Лотан ывăлĕсем: Хори тата Гемам; Лотанпа пĕртăван хĕр: Фимна.
(40) Шовал ывăлĕсем: Алеан, Манахаф, Евал, Шефо тата Онам. Цивеон ывăлĕсем: Аиа тата Ана.
(41) Ана ачисем: Дишон [тата Ана хĕрĕ Оливема]. Дишон ывăлĕсем: Хемдан, Ешбан, Ифран тата Херан.
(42) Ецер ывăлĕсем: Билган, Зааван тата Акан. Дишан ывăлĕсем: Уц тата Аран.
(43) Израиль ывăлĕсене патша тытса тăма пуçличченех Эдом çĕрĕнче патшасем пулнă, вĕсем çаксем: Бела, Веор ывăлĕ, унăн хули Дингава ятлă;
(44) Бела вилсессĕн ун вырăнне Иовав, Зерах ывăлĕ, патшана ларнă, вăл Восора çынни пулнă.
(45) Иовав вилсессĕн ун вырăнне Хушам патшана ларнă, вăл Феман çĕрĕнчен пулнă.
(46) Хушам вилсессĕн ун вырăнне Гадад, Бедад ывăлĕ, патшана ларнă, вăл Мадиансене Моав хирĕнче аркатса тăкнă пулнă; ун хули Авив ятлă.
(47) Гадад вилсессĕн ун вырăнне Самла патшана ларнă, вăл Масрека çынни пулнă.
(48) Самла вилсессĕн ун вырăнне Саул патшана ларнă, вăл шыв хĕрринче вырăнаçнă Реховоф çынни пулнă.
(49) Саул вилсессĕн ун вырăнне БаалХанан, Ахбор ывăлĕ, патшана ларнă.
(50) БаалХанан вилсессĕн ун вырăнне Гадар патшана ларнă; ун хули Пау ятлă; арăмĕн ячĕ Мегетавеель, вăл Мезагав хĕрĕн Матредăн хĕрĕ пулнă.
(51) Гадар та вилнĕ. Эдомăн пуçлăхсем пулнă: Фимна пуçлăх, Алва пуçлăх, Иетеф пуçлăх,
(52) Оливема пуçлăх, Эла пуçлăх, Пинон пуçлăх,
(53) Кеназ пуçлăх, Феман пуçлăх, Мивцар пуçлăх,
(54) Магдиил пуç лăх, Ирам пуçлăх. Çаксем Идумея пуçлăхĕсем пулнă.
2
(1) Акă Израиль ывăлĕсем: Рувим, Симеон, Левий, Иуда, Иссахар, Завулон,
(2) Дан, Иосиф, Вениамин, Неффалим, Гад тата Асир.
(3) Иуда ывăлĕсем: Ир, Онан тата Шела, — Шуа ятлă Ханаан хĕрĕнчен унăн виçĕ ача çуралнă. Ир, Иудăн малтанхи ывăлĕ, Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр çын пулнă, çавăнпа Вăл ăна вĕлернĕ.
(4) Фамарь, унăн кинĕ, ăна Фареспа Зарана çуратса панă. Мĕнпурĕ Иудăн пилĕк ывăл пулнă.
(5) Фарес ывăлĕсем: Есром тата Хамул.
(6) Зара ывăлĕсем: Зимри, Ефан, Еман, Халкол тата Дара — мĕнпурĕ вĕсем пиллĕкĕн.
(7) Харми ывăлĕсем: Ахар, тупаланине пăсса, Израиле инкек илсе çитернĕскер.
(8) Ефан ывăлĕ: Азария.
(9) Есромран çуралнă ывăлсем: Иерахмеил, Арам тата Хелувай.
(10) Арамран вара Аминадав çуралнă; Аминадавран Наассон, Иуда ывăлĕсен çулпуçĕ, çуралнă; пНаассонран Салмон çуралнă, Салмонран Вооз çуралнă;
(12) Воозран Овид çуралнă, Овидран Иессей çуралнă;
(13) Иессейрен — малтанхи ывăлĕ Елиав, иккĕмĕшĕ — Аминадав, виççĕмĕшĕ — Самма,
(14) тăваттăмĕшĕ — Нафанаил, пиллĕкĕмĕшĕ — Раддай,
(15) улттăмĕшĕ — Оцем, çиччĕмĕшĕ Давид çуралнă.
(16) Вĕсемпе пĕртăван хĕрсем: Саруия тата Авигея. Саруия ывăлĕсем: Авесса, Иоав тата Азаил — виççĕн.
(17) Авигея Амессана çуратнă; Амессан ашшĕ Измаил çынни ИЕфер пулнă.
(18) Халевăн — Есром ывăлĕн — хăйĕн арăмĕсенчен Азувăран тата Иериофăран çак ывăлсем çуралнă: Иешер, Шовав тата Ардон.
(19) Азува вилсессĕн Халев Ефрафăна [качча] илнĕ, вăл ăна Хура çуратса панă.
(20) Хуртан Урий çуралнă, Урийрен Веселиил çуралнă.
(21) Каярах Есром Галаад ашшĕн, Махирăн, хĕрĕ патне кĕнĕ, ăна хăй утмăлта чухне качча илнĕ, вăл вара ăна Сегува çуратса панă.
(22) Сегувран Иаир çуралнă, Иаирăн Галаад çĕрĕнче çирĕм виçĕ хула пулнă.
(23) Анчах Гессурпа Сири çыннисем Иаир хулисене — Кенафпа ăна пăхăнса тăракан хуласене, утмăл хулана — туртса илнĕ. Çак хуласем пурте Махир ывăлĕсен хулисем пулнă, Махир вăл Галаад ашшĕ пулнă.
(24) Есром ХалевЕфрафăра вилнĕ. Вăл вилсессĕн унăн арăмĕ Авия ывăл çуратса панă, ăна Ашхура тесе чĕннĕ, вăл Фекоя ашшĕ пулнă.
(25) Есромăн малтанхи ывăлĕн Иерахмеилăн ывăлĕсем çаксем пулнă: малтанхийĕ Рам, ун хыççăнхисем Вуна, Орен, Оцем тата Ахия.
(26) Иерахмеилăн тепĕр арăм та пулнă, ăна Афара тесе чĕннĕ; вăл — Онам амăшĕ.
(27) Иерахмеилăн малтанхи ывăлĕн Рамăн ывăлĕсем çаксем пулнă: Маац, Иамин тата Екер.
(28) Онам ывăлĕсем çаксем пулнă: Шаммай тата Иада. Шаммай ывăлĕсем: Надав тата Авишур.
(29) Авишур арăмне Авихаиль тесе чĕннĕ, вăл Ахбанпа Молида çуратса панă.
(30) Надав ывăлĕсем: Селед тата Афаим. Селед ачапăчаллă пулмасăрах вилнĕ.
(31) Афаим ывăлĕ: Иший. Иший ывăлĕ: Шешан. Шешан ывăлĕ: Ахлай.
(32) Шаммайпа пĕртăван Иада ывăлĕсем: ИЕфер тата Ионафан. ИЕфер ачапăчаллă пулмасăрах вилнĕ.
(33) Ионафан ывăлĕсем: Пелеф тата Заза. Çаксем — Иерахмеил ывăлĕсем.
(34) Шешанăн ывăлсем пулман, хĕрсем çеç пулнă. Шешанăн чури Египет çынни пулнă, ăна Иарха тесе чĕннĕ;
(35) Шешан хăйĕн хĕрне [хăйĕн чурине] Иархăна качча панă: вăл упăшкине Аттая çуратса панă.
(36) Аттайран Нафан çуралнă, Нафанран Завад çуралнă;
(37) Завадран Ефлал çуралнă, Ефлалран Овид çуралнă;
(38) видран Иеуй çуралнă, Иеуйран Азария çуралнă;
(39) Азарияран Хелец çуралнă, Хелецран Елеаса çуралнă;
(40) Елеасăран Сисмай çуралнă, Сисмайран Саллум çуралнă;
(41) Саллумран Иекамия çуралнă, Иекамийăран Елишама çуралнă.
(42) Иерахмеилпа пĕртăван Халев ывăлĕсем: малтанхи ывăлĕ Меша, вăл — Зиф ашшĕ; иккĕмĕш ывăлĕ — Мареша, вăл — Хеврон ашшĕ.
(43) Хеврон ывăлĕсем: Корей, Таппаух, Рекем тата Шема.
(44) Шемаран вара Иоркеам ашшĕ Рахам çуралнă; Рекемрен Шаммай çуралнă.
(45) Шаммай ывăлĕ — Маон, вăл — БефЦур ашшĕ.
(46) Ефа, Халевăн çумарăмĕ, Харана, Моцана тата Газеза çуратнă; Харанран Газез çуралнă.
(47) Иегдай ывăлĕсем: Регем, Иофам, Гешан, Пелет, Ефа тата Шааф.
(48) Мааха, Халевăн çумарăмĕ, Шевера тата Фирханана çуратнă;
(49) вăлах Мадманна ашшĕне Шаафа тата Шевана — Махбена ашшĕпе Гивея ашшĕне — çуратса панă. Халев хĕрĕ вара — Ахса.
(50) Халев ывăлĕсем çаксем: малтанхи ывăлĕ Хур, ăна Ефрафа çуратнă; Хур ывăлĕсем — Шовал, вăл — КириафИарим ашшĕ;
(51) Салма, Вифлеем ашшĕ; Хареф, БефГадер ашшĕ.
(52) Шовалăн, КириафИарим ашшĕн, ывăлĕсем çаксем пулнă: Реаия тата Манахатăн çур ăрăвĕ.
(53) КириафИарим ăрăвĕсем: Ифер, Фут, Шума, Мишра çыннисем. Вĕсенчен вара Цора тата Ештаол çыннисем пулса кайнă.
(54) Салма ывăлĕсем: Вифлеем тата Нетофа çыннисем, Атротбетиоав, Манахатăн çур ăрăвĕ — Цора çыннисем,
(55) тата Иабецра пурăннă çыруçăсен ăрăвĕсем, Тира, Шима, Суха çыннисем: вĕсем — Хамаф ăрăвĕнчен, Бетрехав ашшĕ ăрăвĕнчен, тухнă Кеней çыннисем пулнă.
3
(1) Давидăн Хевронра çуралнă ывăлĕсем çаксем пулнă: малтанхи ывăлĕ Амнон, унăн амăшĕ — Изреельрен тухнă Ахиноама; иккĕмĕшĕ — Далуия, унăн амăшĕ — Кармил тăвĕ çинчен тухнă Авигея;
(2) виççĕмĕшĕ — Авессалом, унăн амăшĕ — Мааха, Гессур патшийĕн Фалмайăн хĕрĕ; тăваттăмĕшĕ — Адония, Аггифа ывăлĕ; Зпиллĕкĕмĕшĕ — Сафатия, Авитала ывăлĕ; улттăмĕшĕ — Ифреам, унăн амăшĕ — Аглая, Давид арăмĕ,—
(4) çаксем ! унăн Хевронра çуралнă ултă ывăлĕ; унта Давид çичĕ çул та ултă уйăх хушши патша пулнă; Иерусалимра вăл вăтăр виçĕ çул патшара ларнă.
(5) Иерусалимра вара унăн çаксем çуралнă: Шима, Шовав, Нафан тата Соломон, кусем, тăваттăшĕ,— Вирсавияран, Аммиил хĕрĕнчен, çуралнисем;
(6) тата Ивхар, Елишама, Елифелет,
(7) Ногаг, Нефег, Иафия,
(8) Елишама, Елиада тата Елифелет — пурĕ тăххăрăн.
(9) Çаксем ĕнтĕ — Давидăн мĕнпур ывăлĕ. Вĕсемпе пĕртăван Фамарь ятлă хĕр пулнă. Кунсăр пуçне Давидăн тата çумарăмĕсенчен çуралнă ывăлсем те пулнă.
(10) Соломон ывăлĕ Ровоам; унăн ывăлĕ Авия, унăн ывăлĕ Аса, унăн ывăлĕ Иосафат, пунăн ывăлĕ Иорам, унăн ывăлĕ Охозия, унăн ывăлĕ Иоас,
(12) унăн ывăлĕ Амасия, унăн ывăлĕ Азария, унăн ывăлĕ Иофам,
(13) унăн ывăлĕ Ахаз, унăн ывăлĕ Езекия, унăн ывăлĕ Манассия,
(14) унăн ывăлĕ Амон, унăн ывăлĕ Иосия пулнă.
(15) Иосия ывăлĕсем: малтанхи — Иоахаз, иккĕмĕшĕ — Иоаким, виççĕмĕшĕ — Седекия, тăваттăмĕшĕ — Селлум.
(16) Иоаким ывăлĕсем: Иехония тата Седекия.
(17) Иехония ывăлĕсем: Асир, унăн ывăлĕ Салафиил;
(18) Малкирам, Федаия, Шенацар, Иезекия, Гошама тата Савадия.
(19) Федаия ывăлĕсем: Зоровавель тата Шимей. Зоровавель ывăлĕсем: Мешуллам тата Ханания, вĕсемпе пĕртăван хĕр Шеломиф пулнă;
(20) унтан тата пиллĕкĕн: Хашува, Огел, Берехия, Хасадия тата ИушавХесед.
(21) Ханания ывăлĕсем: Фелатия тата Исаия; унăн ывăлĕ Рефаия, унăн ывăлĕ Арнан, унăн ывăлĕ Овадия, унăн ывăлĕ Шехания.
(22) Шехания ывăлĕ: Шемаия; Шемаия ывăлĕсем: Хаттуш, Игеал, Бариах, Неария тата Шафат — улттăн.
(23) Неария ывăлĕсем: Елиоенай, Езекия тата Азрикам — виççĕн.
(24) Елиоенай ывăлĕсем: Годавьягу, Елеашив, Фелаия, Аккув, Иоханан, Делаия тата Анани — çиччĕн.
4
(1) Иуда ывăлĕсем: Фарес, Есром, Харми, Хур тата Шовал.
(2) Реаияран, Шовал ывăлĕнчен, Иахаф çуралнă; Иахафран Ахум тата ЛаГад çуралнă: вĕсенчен Цора ăрăвĕсем пулса кайнă.
(3) Етам ывăлĕсем çаксем: Изреель, Ишма тата Идбаш, вĕсемпе пĕртăван Гацлелпони ятлă хĕр пулнă,
(4) Гедор ашшĕ Пенуел, Хуш ашшĕ Езер. Çаксем ĕнтĕ — Вифлеем ашшĕн Ефрафăн малтанхи ывăлĕнчен Хуртан çуралнă ывăлсем.
(5) Ахшурăн, Фекоя ашшĕн, икĕ арăм пулнă: Хела тата Наара.
(6) Наара ăна Ахузама, ХЕфера, Фимние тата Ахашфарие çуратса панă; кусем ĕнтĕ — Наара ывăлĕсем.
(7) Хела ывăлĕсем: Цереф, Цохар тата Ефнан.
(8) Коцран вара Анув, Цовев тата Гарум ывăлĕн Ахархелăн ăрăвĕсем çуралнă.
(9) Иавис хăйпе пĕртăван пиччĕшĕшăллĕсенчен чи сумлăраххи пулнă. Амăшĕ: «эпĕ ăна чирлĕ çуратрăм» тесе, ăна Иавис ят панă.
(10) Иавис вара Израиль Туррине тархасласа çапла каланă: эй Турă, Эсĕ мана Хăвăн пиллĕхÿпе пиллесемччĕ, манăн çĕрсене аслатсамччĕ, Санăн аллу, мана усалтан сыхласа, манпа пĕрле пулинччĕ, эпĕ вара хуйхăрмăттăм!.. тенĕ. Турă ĕнтĕ ăна вăл мĕн ыйтнине панă. пШухапа пĕртăван Хелувран вара Махир çуралнă: вăл — Ештон ашшĕ.
(12) Ештонран БефРафа, Пасеах тата Техинна — Наас хулин ашшĕ, [Кенезей çыннипе Селомпа тата Ахазпа пĕртăванскер,] — çуралнă; кусем Реха çыннисем пулнă.
(13) Кеназ ывăлĕсем: Гофониил тата Сераия. Гофониил ывăлĕ: Хафаф.
(14) Меонофайран Офра çуралнă; Сераияран Иов çуралнă, вăл — Каскалакансен айлăмне пуçарса яраканĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсем йывăç каскалакансем пулнă.
(15) Халевăн, Иефонния ывăлĕн, ывăлĕсем: Ир, Ила тата Наам. Ила ывăлĕ — Кеназ.
(16) Иегаллелел ывăлĕсем: Зиф, Зифа, Фирия тата Асареел.
(1718) Езра ывăлĕсем: ИЕфер, Меред, Ефер тата Иалон; фара он хĕрне Бифьяна качча илнĕ Мередран ĕнтĕ Мером, Шаммай тата Ишбах çуралнă. Ишбах вăл Ешфемоа ашшĕ пулнă. Мередăн тата тепĕр арăм, Иудия, пулнă, вăл ăна Гедор ашшĕне Иереда, Сохо ашшĕне Хевера тата Занаох ашшĕне Иекуфиила çуратса панă.
(19) Нахампа, Кеила ашшĕпе, пĕртăван хĕр вара Годия арăмĕ пулнă, вĕсен ывăлĕсем: Гарми тата Ешфемоа — Мааха çыннисем.
(20) Симеон ывăлĕсем: Амнон, Ринна, Бенханан тата Филон. Иший ывăлĕсем: Зохеф тата Бензохеф.
(21) Иуда ывăлĕн Силомăн ывăлĕсем: Леха ашшĕ Ир, Мареша ашшĕ Лаеда тата БетАшбеара виссон тĕртсе пурăнакан кил-йышсем,
(22) Иоким, Хозева çыннисем, Моав çĕрне тытса тăнă Иоашпа Сараф тата Иашувилехем; ку ĕнтĕ ĕлĕкавалах пулнă.
(23) Вĕсем чÿлмекçĕсем пулнă, Нетаим хулипе Гедер хулинче пурăннă, патшашăн ĕçлесе тăнă.
(24) Симеон ывăлĕсем: Немуил, Иамин, Иарив, Зерах тата Саул.
(25) Саул ывăлĕ Шаллум; унăн ывăлĕ Мивсам; унăн ывăлĕ Мишма.
(26) Мишма ывăлĕ: Хаммуил; унăн ывăлĕ Закур; унăн ывăлĕ Шимей.
(27) Шимейăн вунултă ывăл та ултă хĕр пулнă; унпа пĕртăванĕсен ывăлĕсем нумаях пулман, вĕсен ăрăвĕ те, Иуда ăрăвĕпе танлаштарсассăн, йышлах пулман.
(28) Вĕсем Вирсавияра, Моладра, Хацаршуалта,
(29) Билгăра, Ецемра, Фоладра,
(30) Вефуилта, Хормăра, Циклагра,
(31) БефМаркавофра, Хацарсусимра, БефБиреире тата Шааримра пурăннă. Çак хуласенче вĕсем Давид патшана ларичченех пурăннă,
(32) çав хуласем таврашĕнче тата Етам, Аин, Риммон, Фокен тата Ашан, — пилĕк хула,— пулнă.
(33) Çакхуласен таврашĕнчи ялсем те Ваала çитичченех вĕсен пулнă; вĕсем пурăннă вырăнсем, вĕсен йăхĕ-кăкĕ çакă пулать ĕнтĕ.
(34) Мешовав, Иамлех тата Амассия ывăлĕ Иосия,
(35) Иоил, Иошиви ывăлĕ Иегу, — Иошиви вăл — Сераия ывăлĕ, Сераия — Асиил ывăлĕ,—
(36) Елиоенай, Иаков, Ишохаия, Асаия, Адиил, Ишимиил тата Ванея,
(37) Шифий ывăлĕ Зиза, — Зиза вăл — Шифий ывăлĕ, Шифий — Аллон ывăлĕ, Аллон — Иедаия ывăлĕ, Иедаия — Шимрий ывăлĕ, Шимрий — Шемаия ывăлĕ.
(38) Асăнса тухнă çак çынсем хăйсен ăрăвĕсен çулпуçĕсем пулнă, вĕсен тăхăмĕсем питĕ анлăн сарăлнă.
(39) Вĕсем, кĕтĕвĕсем валли вырăн шыраса, Герара патнех — айлăмăн хĕвелтухăçĕ еннех — çитнĕ;
(40) вара кĕтÿ çÿретмелли пулăхлă, лайăх, анлă, лăпкă та шанчăклă çĕрсем тупнă, мĕншĕн тесессĕн вĕсем киличчен кунта пĕчĕк йышлă Хам çыннисем çеç пурăннă.
(41) Вĕсем, ятран çырăннăскерсем, унта Иуда патши Езекия вăхăтĕнче пырса çитнĕ, унти куçса çÿрекенсене те, пĕр вырăнта пурăнакансене те аркатса тăкнă, вĕсене яланлăхах тĕп туса вĕсен вырăнне йышăннă, мĕншĕн тесессĕн унта вĕсем валли кĕтÿ çÿретмелли вырăнсем пулнă.
(42) Симеон ывăлĕсемех пилĕкçĕр çын Сеир тăвĕ патне кайнă, вĕсене Иший ывăлĕсем — Фелатия, Неария, Рефаия тата Узиил — ертсе пынă;
(43) вĕсем унта сыхланса юлнă амаликсен йăлкăмне аркатса тăкнă та, хăйсем паян кунчченех çавăнта пурăнаççĕ.
5
(1) Израилĕн малтанхи ывăлĕн Рувимăн ывăлĕсем, — хăй вăл малтанхийĕ; анчах вăл ашшĕн çывăрмалли вырăнне ирсĕрлетнĕ те, вара малтанхи ывăл тивĕçне Иосиф ывăлĕсене панă, çавăнпа Рувима йăхкăк кĕнекинче малтанхийĕ тесе çырма юраман;
(2) Иуда хăйпе пĕртăванĕсенчен пуринчен те вăйли пулнă, унăн кил-йышĕнчен çулпуç тухнă, анчах çавах малтанхи ывăл тивĕçĕ Иосиф çине куçнă.
(3) Рувимăн, Израилĕн малтанхи ывăлĕн, ывăлĕсем çаксем: Ханох, Фаллу, Хецрон тата Харми.
(4) Иоиль ывăлĕсем: Шемая, унăн ывăлĕ; Шемая ывăлĕ Гог, унăн ывăлĕ Шимей,
(5) унăн ывăлĕ Миха, унăн ывăлĕ Реаия, унăн ывăлĕ Ваал,
(6) унăн ывăлĕ Беера, ăна Ассири патши Феглафелласар тыткăна илсе кайнă. Вăл Рувим çыннисен çулпуçĕ пулнă.
(7) Унăн тăванĕсене, вĕсен ăрăвĕсене пурне те йăхкăк кĕнеки тăрăх кăтартсассăн çапла пулать: чи асли Иеиель, унтан Захария,
(8) унтан Бела, Бела вăл Азаз ывăлĕ пулнă, Азаз — Шема ывăлĕ, Шема — Иоиль ывăлĕ. Вăл пурăнакан çĕр Ароертан пуçланса Невона тата ВаалМеона çитиччен сарăлса выртнă;
(9) тухăç енчи çĕрĕ вара пушхир чикки патнех, Евфрат шывĕ патнех çитнĕ, мĕншĕн тесессĕн Галаад çĕрĕнче вĕсен кĕтĕвĕсем йышлă пулнă.
(10) Саул вăхăтĕнче вĕсем Агарь çыннисемпе вăрçă вăрçнă, вĕсене аркатса тăкнă, Галаад çĕрĕн пĕтĕм тухăç енне ярса илнĕ те çавăнта Агарь чатăрĕсенче пурăнма пуçланă. иГад ывăлĕсем вĕсемпе тĕлметĕл Васан çĕрĕнче, Салха хулине çити тăсăлакан çĕр çинче, пурăннă;
(12) Васанра чи асли Иоиль, иккĕмĕшĕ Шафан, унтан Иаанайпа Шафат пулнă.
(13) Вĕсен тăванĕсем, хăйсен кил-йышĕпе пурăнаканскерсем: Михаил, Мешуллам, Шева, Иорай, Иаакан, Зия тата Евер — çиччĕн.
(14) Çаксем ĕнтĕ Авихаил ывăлĕсем пулнă, Авихаил хăй — Хурий ывăлĕ, Хурий — Иароах ывăлĕ, Иароах — Галаад ывăлĕ, Галаад — Михаил ывăлĕ, Михаил — Иешишай ывăлĕ, Иешишай — Иахдо ывăлĕ, Иахдо — Буз ывăлĕ.
(15) Ахи — Гуни ывăлĕн Авдиилăн ывăлĕ — хăй ăрăвĕн пуçлăхĕ пулнă.
(16) Вĕсем хăйсем виличченех Галаадра, Васанра, ăна пăхăнса тăракан хуласенче тата Сарон йĕритавра пурăннă.
(17) Вĕсене пурне те Иудея патши Иоафам вăхăтĕнче тата Израиль патши Иеровоам вăхăтĕнче шута илсе тухнă.
(18) Рувимпа Гад тăхăмĕсенчен тата Манассиян çур йăхĕнчен паттăр çынсем, хĕçпе те хулканпа авăрланнăскерсем, ухăпа перекенсем, вăрçă вăрçма пĕлекенсем, çапăçма хатĕр çынсем хĕрĕх тăватă пин те çичçĕр утмăлăн шутланнă.
(19) Вĕсем Агарь çыннисемпе, Иетурпа, Нафишпа тата Надавпа çапăçнă.
(20) Çапăçура вĕсене пулăшу çитнĕ, Агарь çыннисем те, çавсен мĕнпур пурлăхĕ те вĕсен аллине куçнă, мĕншĕн тесессĕн çапăçу вăхăтĕнче вĕсем Турра тархасланă, Турра шанса тăнине курса, Вăл вĕсем тархасланине илтнĕ.
(21) Вĕсем Агарь çыннисен кĕтĕвĕсене ярса илнĕ: аллă пин пуç тĕве, икçĕр аллă пин пуç вак выльăх, икĕ пин пуç ашак; тата çĕр пин çынна тыткăна илнĕ;
(22) вилнисем питĕ нумаййăн пулнă, мĕншĕн тесессĕн çак çапăçу Турăран килнĕ. Çак вырăнта вĕсем хăйсене урăх çĕре куçарса кайичченех пурăннă.
(23) Манассия çур йăхĕн тăхăмĕсем Васанран пуçласа ВаалЕрмон патне çитиччен, Сенир тата Ермон патне çитиччен тăсăлакан çĕрсем çинче пурăннă; вĕсем йышлăн пулнă.
(24) Акă вĕсен ăрăвĕсен пуçлăхĕсем: Ефер, Ишьи, Елиил, Азриил, Иеремия, Годавия тата Иагдиил — тĕреклĕ, ятлăсумлă арсем, хăйсен ăрăвĕсен пуçлăхĕсем.
(25) Анчах вĕсем хăйсен ашшĕсенĕн Турри умĕнче çылăха кĕрсессĕн, хăйсен умĕнчен Турă хăваласа янă халăхсен, çав çĕрте пурăннă халăхсен туррисем хыççăн кайса аскăнланса пурăнма тытăнсассăн,
(26) Израиль Турри ĕнтĕ Ассири патшин Фулăн — Ассири патшин Феглафелласарăн — кăмăлне хускатса янă та, вăл вара Рувимпа Гад çыннисене тата Манассиян çур йăхне хăйсем пурăнакан çĕртен хăваласа кăларса Халах, Хавор, Ара теекен вырăнсене, Гозан шывĕ хĕррине куçарнă,— вĕсем халĕ те унтах пурăнаççĕ.
6
(1) Левий ывăлĕсем: Гирсон, Кааф тата Мерари.
(2) Кааф ывăлĕсем: Амрам, Ицгар, Хеврон тата Узиил.
(3) Амрам ачисем: Аарон, Моисей тата Мариам. Аарон ывăлĕсем: Надав, Авиуд, Елеазар тата Ифамар.
(4) Елеазартан Финеес çуралнă, Финеесран Авишуй çуралнă;(5) Авишуйран Буккий çуралнă, Буккийрен Озия çуралнă;
(6) Озияран Зерахия çуралнă, Зерахияран Мераиоф çуралнă;
(7) Мераиофран Амария çуралнă, Амарияран Ахитув çуралнă;
(8) Ахитувран Садок çуралнă, Садокран Ахимаас çуралнă;
(9) Ахимаасран Азария çуралнă, Азарияран Иоанан çуралнă;
(10) Иоананран Азария çуралнă,— ку вăл Соломон Иерусалимра туса лартнă Турă Çуртĕнче священник пулнăскер. пАзарияран Амария çуралнă, Амарияран Ахитув çуралнă;
(12) Ахитувран Садок çуралнă; Садокран Селлум çуралнă;
(13) Селлумран Хелкия çуралнă, Хелкияран Азария çуралнă;
(14) Азарияран Сераия çуралнă, Сераияран Иоседек çуралнă;
(15) Çÿлхуçа иудейсене тата Иерусалим çыннисене Навуходоносор аллипе урăх çĕре куçарнă чухне çак Иоседека тыткăна илсе кайнă.
(16) Çапла ĕнтĕ Левий ывăлĕсем: Гирсон, Кааф тата Мерари.
(17) Акă Гирсон ывăлĕсен ячĕсем: Ливни тата Шимей.
(18) Кааф ывăлĕсем: Амрам, Ицгар, Хеврон тата Узиил.
(19) Мерари ывăлĕсем: Махли тата Муши. Акă Левий ăрăвĕсен тăхăмĕсем.
(20) Гирсон тăхăмĕсем: унăн ывăлĕ Ливни; унăн ывăлĕ Иахав; унăн ывăлĕ Зимма;
(21) унăн ывăлĕ Иоах; унăн ывăлĕ Иддо; унăн ывăлĕ Зерах; унăн ывăлĕ Иеафрай.
(22) Кааф ывăлĕсем: унăн ывăлĕ Аминадав; унăн ывăлĕ Корей; унăн ывăлĕ Асир;
(23) унăн ывăлĕ Елкана; унăн ывăлĕ Евиасаф; унăн ывăлĕ Асир;
(24) унăн ывăлĕ Тахаф; унăн ывăлĕ Уриил; унăн ывăлĕ Узия; унăн ывăлĕ Саул.
(25) Елкана ывăлĕсем: Амасай тата Ахимоф.
(26) Ахимоф ывăлĕ Елкана; унăн ывăлĕ Цофай; унăн ывăлĕ Нахаф;
(27) унăн ывăлĕ Елиаф; унăн ывăлĕ Иерохам; унăн ывăлĕ Елкана; [унăн ывăлĕ Самуил].
(28) Самуил ывăлĕсем: малтанхи ывăлĕ Иоиль, иккĕмĕшĕ — Авия.
(29) Мерари ывăлĕсем: Махли; унăн ывăлĕ Ливни; унăн ывăлĕ Шимей; унăн ывăлĕ Уза;
(30) унăн ывăлĕ Шима; унăн ывăлĕ Хаггия; унăн ывăлĕ Асаия.
(31) Саккун арчине Çÿлхуçа Çуртне вырăнаçтарнă хыççăн Давид çак çынсене унти юрăçсен пуçлăхĕсем пулма лартнă.
(32) Вĕсем Соломон Иерусалимра Турă Çурчĕ туса лартичченех, юрăçсем пулса, пуху чатăрĕ умĕнче ĕçлесе тăнă. Çак ĕçе вĕсем хăйсен йĕркипе туса тăнă.
(33) Акă вĕсем, çак ĕçе хăйсен ывăлĕсемпе пĕрле туса тăнă çынсем: Кааф ывăлĕсенчен — Еман юрăçă, вăл — Иоиль ывăлĕ, Иоиль — Самуил ывăлĕ,
(34) Самуил — Елкана ывăлĕ, Елкана — Иерохам ывăлĕ, Иерохам — Елиил ывăлĕ, Елиил — Тоах ывăлĕ,
(35) Тоах — Цуф ывăлĕ, Цуф — Елкана ывăлĕ, Елкана — Махаф ывăлĕ, Махаф — Амасай ывăлĕ,
(36) Амасай — Елкана ывăлĕ, Елкана — Иоиль ывăлĕ, Иоиль — Азария ывăлĕ, Азария — Цефания ывăлĕ,
(37) ЦЕфания — Тахаф ывăлĕ, Тахаф — Асир ывăлĕ, Асир — Авиасаф ывăлĕ, Авиасаф — Корей ывăлĕ,
(38) Корей — Ицгар ывăлĕ, Ицгар — Кааф ывăлĕ, Кааф — Левий ывăлĕ, Левий — Израиль ывăлĕ;
(39) Асаф вара Еман тăванĕ пулнă, вăл унран сылтăм енче тăнă, Асаф вăл — Берехия ывăлĕ, Берехия — Шима ывăлĕ,
(40) Шима — Михаил ывăлĕ, Михаил — Ваасея ывăлĕ, Ваасея — Малхия ывăлĕ,
(41) Малхия — Ефний ывăлĕ, Ефний — Зерах ывăлĕ, Зерах — Адаия ывăлĕ,
(42) Адаия — Ефан ывăлĕ, Ефан — Зимма ывăлĕ, Зимма — Шимий ывăлĕ,
(43) Шимий — Иахаф ывăлĕ, Иахаф — Гирсон ывăлĕ, Гирсон — Левий ывăлĕ.
(44) Мерари ывăлĕсем — Еманпа Асаф тăванĕсем — юрланă чухне Еманран сулахай енче тăнă: Ефан вăл — Киший ывăлĕ, Киший — Авдий ывăлĕ, Авдий — Маллух ывăлĕ,
(45) Маллух — Хашавия ывăлĕ, Хашавия — Амасия ывăлĕ, Амасия — Хелкия ывăлĕ,
(46) Хелкия — Амций ывăлĕ, Амций — Ваний ывăлĕ, Ваний — Шемер ывăлĕ,
(47) Шемер — Махлий ывăлĕ, Махлий — Муший ывăлĕ, Муший — Мерари ывăлĕ, Мерари — Левий ывăлĕ.
(48) Вĕсемпе тăванлă Левитсем Турă Çуртĕнче тĕрлĕ ĕçсем туса тăнă.
(49) Ааронпа унăн ывăлĕсем вара парне вырăнĕ çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнесем кÿрсе тăнă, тĕтĕрмелли парне вырăнĕ çинче ырă шăршă тĕтĕрнĕ; вĕсем Сăваплăран Сăваплă пÿлĕмри таса ĕçсене тунă тата, Турă чури Моисей вĕрентсе хăварнă пек, Израиль халăхне çылăхĕсенчен тасатса, уншăн кĕлтуса, парне кÿрсе тăнă.
(50) Акă Аарон ывăлĕсем: унăн ывăлĕ Елеазар; Елеазар ывăлĕ Финеес; Финеес ывăлĕ Авиуд;
(51) Авиуд ывăлĕ Буккий; Буккий ывăлĕ Уззий; Уззий ывăлĕ Зерахия;
(52) Зерахия ывăлĕ Мераиоф; Мераиоф ывăлĕ Амария; Амария ывăлĕ Ахитув;
(53) Ахитув ывăлĕ Садок; Садок ывăлĕ Ахимаас.
(54) Акă Кааф ăрăвĕнчен тухнă Аарон ывăлĕсем пурăнакан ялхула: пĕрремĕш шăпа Кааф ăрăвне тухнă,
(55) вĕсене Иуда çĕрĕнчи Хеврон хулине тата ун таврашĕнчи уйхире панă;
(56) çак хула хирĕсене тата ялĕсене вара Халева, Иефонния ывăлне, панă.
(57) Аарон ывăлĕсене тата хÿтлĕх хуласем панă: Хевронпа Ливнăна тата вĕсен таврашĕнчи уйхире, Иаттир хулипе Ештемоа хулине тата вĕсен таврашĕнчи уйхире,
(58) Хилен хулипе ун таврашĕнчи уйхире, Давир хулипе ун таврашĕнчи уйхире,
(59) Ашан хулипе ун таврашĕнчи уйхире, Вефсамис хулипе ун таврашĕнчи уйхире панă;
(60) Вениамин йăхĕ вара вĕсене Гева хулипе ун таврашĕнчи уйхире, Аллемеф хулипе ун таврашĕнчи уйхире, Анафоф хулипе ун таврашĕнчи уйхире,— пĕтĕмпе Кааф ăрăвне вунвиçĕ хула панă.
(61) Кааф ывăлĕсене çак йăхăн ытти кил-йышне, шăпа тăрăх, Манассия çур йăхĕн пайĕнчен вунă хула панă.
(62) Гирсон ывăлĕсене, вĕсен ăрăвĕсене Иссахар йăхĕнчен, Асир йăхĕнчен, Неффалим йăхĕнчен тата Васанри Манассия йăхĕнчен вунвиçĕ хула панă.
(63) Мерари ывăлĕсене, ăрăвĕсем тăрăх шăпа ярса, Рувим йăхĕнчен, Гад йăхĕнчен тата Завулон йăхĕнчен вуникĕ хула панă.
(64) Израиль ывăлĕсем Левитсене хуласемпе вĕсен таврашĕнчи уйхире çапла пар са тухнă.
(65) Вĕсене Иуда ывăлĕсен йăхĕнчен те, Симеон ывăлĕсен йăхĕнчен те, Вениамин ывăлĕсен йăхĕнчен те хуласем панă, хăш хулана хăш Левит кил-йышне памаллине шăпа ярса татса панă.
(66) Кааф ывăлĕсен хăшпĕр ăрăвĕсене Ефрем йăхĕнчен хуласем панă.
(67) Вĕсене тата хÿтлĕх хуласем панă: Ефрем тăвĕ çинчи Сихемпа ун таврашĕнчи уйхире, Гезерпа ун таврашĕнчи уйхире,
(68) Иокмеампа ун таврашĕнчи уйхире, БефОронпа ун таврашĕнчи уйхире,
(69) Аиалонпа ун таврашĕнчи уйхире, ГафРиммонпа ун таврашĕнчи уйхире;
(70) Манассиян çур йăхĕнчен — Анерпа ун таврашĕнчи уйхире, Билеампа ун таврашĕнчи уйхире панă. Ку вăл Каафăн ытти ывăлĕсен кил-йышне пани пулать.
(71) Гирсон ывăлĕсене Манассия çур йăхĕн ăрăвĕсенчен Васанри Голанпа ун таврашĕнчи уйхире тата Аштарофпа ун таврашĕнчи уйхире панă.
(72) Иссахар йăхĕнчен — Кедеспа ун таврашĕнчи уйхире, Даврафпа ун таврашĕнчи уйхире,
(73) Рамофпа ун таврашĕнчи уйхире, Анемпа ун таврашĕнчи уйхире панă;
(74) Асир йăхĕнчен — Машалпа ун таврашĕнчи уйхире, Авдонпа ун таврашĕнчи уйхире,
(75) Хукокпа ун таврашĕнчи уйхире, Реховпа ун таврашĕнчи уйхире;
(76) Неффалим йăхĕнчен — Галилейăри Кедеспа ун таврашĕнчи уйхире, Хаммонпа ун таврашĕнчи уйхире, Кириафаимпа ун таврашĕнчи уйхире панă.
(77) Мерарин ытти ывăлĕсене Завулон йăхĕнчен Риммонпа ун таврашĕнчи уйхире, Фаворпа ун таврашĕнчи уйхире панă.
(78) Иордан леш енче, Иерихонпа тĕлметĕл, Иорданран тухăç еннелле, Рувим йăхĕнчен пушхирти Восорпа ун таврашĕнчи уйхире, Иаацăпа ун таврашĕнчи уйхире,
(79) Кедемофпа ун таврашĕнчи уйхире, Мефаафпа ун таврашĕнчи уйхире панă;
(80) Гад йăхĕнчен — Галаадри Рамофпа ун таврашĕнчи уйхире, Маханаимпа ун таврашĕнчи уйхире,
(81) Есевонпа ун таврашĕнчи уйхире тата Иазерпа ун таврашĕнчи уйхире панă.
7
(1) Иссахар ывăлĕсем: Фола, Фуа, Иашув тата Шимрон — тăваттăн.
(2) Фола ывăлĕсем: Уззий, Рефаия, Иериил, Иахмай, Ивсам тата Самуил, вĕсем — Фола ăрăвĕн кил-йышĕсен пуçлăхĕсем, вĕсем тата вĕсен тăхăмĕсем вăрçа хастар çынсем пулнă; Давид вăхăтĕнче вĕсен йышĕ çирĕм икĕ пин те ултçĕр çын шутланнă.
(3) Уззий ывăлĕсем: Израхия; Израхия ывăлĕсем вара: Михаил, Овадиа, Иоиль тата Ишшия — пиллĕкĕн. Вĕсем пурте пуçлăхсем.
(4) Вăрçă тухас пулсассăн вĕсен йăхĕнчен, ăрăвĕсенчен çапăçма хатĕррисем вăтăр ултă пин çын шутланнă, мĕншĕн тесессĕн вĕсен арăмĕсемпе ывăлĕсем нумай пулнă.
(5) Иăхкăк çырăвне кĕртнĕ тăрăх, Иссахарăн мĕнпур ăрăвĕнче вăрçа хастар çынсем сакăрвунă çичĕ пин шутланнă.
(6) Вениамин ывăлĕсем: Бела, Бехер тата Иедиаил — виççĕн.
(7) Бела ывăлĕсем: Ецбон, Уззий, Уззиил, Иеримоф тата Ири — пиллĕкĕн; вĕсем ăру пуçлăхĕсем, вăрçа хастар çынсем пулнă. Йăхкăк çырăвĕнче вĕсем çирĕм икĕ пин те вăтăр тăватă çын шутланнă.
(8) Бехер ывăлĕсем: Земира, Иоаш, Елиезер, Елиоенай, Омри, Иремоф, Авия, Анафоф тата Алемеф — çаксем пурте Бехер ывăлĕсем.
(9) Йăхкăк çырăвĕнче вĕсене ăрăвĕсем тăрăх, ăру пуçлăхĕсем тăрăх кăтартсассăн, вĕсен вăрçа хастар çынсем çирĕм пин те икçĕр шутланнă.
(10) Иедиаил ывăлĕсем: Билган. Билган ывăлĕсем: Иеус, Вениамин, Егуд, Хенаана, ЗЕфан, Фарсис тата Ахишахар. иИедиаилăн çак ывăлĕсем пурте хăйсен ăрăвĕсен пуçлăхĕсем, вăрçа хастар çынсем пулнă; вăрçа кĕме пултараканнисен шучĕ вунçичĕ пин те икçĕр çын шутланнă.
(12) Шупим тата Хупим — Ир ывăлĕсем; Хушим — Ахер ывăлĕ.
(13) Неффалим ывăлĕсем: Иахцеил, Гуни, Иецер тата Шиллем, кусем — Валла ачисем.
(14) Манассия ывăлĕсем: Асриил, ăна Манассияна çумарăмĕ, Арамея хĕрарăмĕ, çуратса панă; вăлах Галаад ашшĕне Ма хира çуратнă.
(15) Махир вара Хупимпа Шупимăн пĕртăванне, Мааха ятлă хĕре, качча илнĕ; Манассиян иккĕмĕш ывăлĕ Салпаад ятлă пулнă. СалпаАдăн хĕрсем çеç пулнă.
(16) Махир арăмĕ Мааха ывăл çуратнă та ăна Кереш ят панă, унăн пĕртăванне Шереш ят хунă; Шереш ывăлĕсем: Улам тата Рекем.
(17) Улам ывăлĕ: Бедан. Çаксем ĕнтĕ Манассияран çуралнă Махир ывăлĕн ГалаАдăн ывăлĕсем.
(18) Махирпа пĕртăван Молехеф ятлă хĕртен Ишгод, Авиезер тата Махла çуралнă.
(19) Шемида ывăлĕсем çаксем пулнă: Ахиан, Шехем, Ликхи тата Аниам.
(20) Ефрем ывăлĕсем: унăн ывăлĕ Шутелах, унăн ывăлĕ Беред, унăн ывăлĕ Фахаф, унăн ывăлĕ Елеада, унăн ывăлĕ Фахаф,
(21) унăн ывăлĕ Завад, унăн ывăлĕ Шутелах тата Езерпа Елеад. Вĕсене Геф çыннисем, çав çĕрте çуралнăскерсем, хăйсен кĕтĕвне туртса илме тăнăшăн вĕлернĕ.
(22) Вĕсен ашшĕ Ефрем вĕсемшĕн темиçе кун макăрнă, тăванĕсем ăна лăплантарма пынă.
(23) Ун хыççăн вăл хăйĕн арăмĕ патне кĕнĕ, арăмĕ йывăр çын пулнă та ывăл ача çуратса панă, вăл ăна Берия тесе ят хунă, мĕншĕн тесессĕн унăн килне хуйхă çитнĕ.
(24) Ефремăн тата Шеера ятлă хĕрĕ пулнă. Вăл Анатри БефОрона, Тури БефОрона тата УззенШеерăна туса лартнă.
(25) Унăн тата ывăлĕсем РЕфайпа Решеф пулнă, Решеф ывăлĕ — Фелах, унăн ывăлĕ Фахан,
(26) унăн ывăлĕ Лаедан, унăн ывăлĕ Аммиуд, унăн ывăлĕ Елишама,
(27) унăн ывăлĕ Нон, унăн ывăлĕ Иисус пулнă.
(28) Вĕсем тытса тăракан çĕрсем тата пурăнакан çĕрĕсем çаксем пулнă: Вефильпе ăна пăхăнса тăракан хуласем; тухăç енче — Нааран, анăç енче — Гезерпа ăна пăхăнса тăракан хуласем; Сихем тата ăна пăхăнса тăракан хуласем — Газăпа ăна пăхăнса тăракан хуласем патне çитиччен.
(29) Манассия ывăлĕсен çĕрĕ çумĕнчи БефСанпа ăна пăхăнса тăракан хуласем, Фаанахпа ăна пăхăнса тăракан хуласем, Мегиддопа ăна пăхăнса тăракан хуласем, Дорпа ăна пăхăнса тăракан хуласем. Çак хуласенче Израиль ывăлĕн Иосифăн ывăлĕсем пурăннă.
(30) Асир ывăлĕсем: Имна, Ишва, Ишви, Берия тата вĕсемпе пĕртăван хĕр Серах.
(31) Берия ывăлĕсем: Хевер тата Малхиил. Малхиил вăл — Бирзаиф ашшĕ.
(32) Хевертан вара Иафлет, Шомер, Хофам тата вĕсемпе пĕртăван хĕр Шуя çуралнă.
(33) Иафлет ывăлĕсем: Пасах, Бимгал тата Ашваф. Кусем — Иафлет ывăлĕсем.
(34) Шемер ывăлĕсем: Ахи, Рохга, Ихубба тата Арам.
(35) Шемерпа пĕртăван Гелем ывăлĕсем: Цофах, Имна, Шелеш тата Амал.
(36) Цофах ывăлĕсем: Суах, ХарнЕфер, Шуал, Бери, Имра,
(37) Бецер, Год, Шамма, Шилша, Ифран тата Беера.
(38) ИЕфер ывăлĕсем: Иефунни, Фиспа тата Ара.
(39) Улла ывăлĕсем: Арах, Ханниил тата Риция.
(40) Çаксем пурте — Асир ывăлĕсем, ăру пуçĕсем, чи лайăххисем, вăрçа хастаррисем, тĕп пуçлăхсем. Вĕсен йăхĕ-кăкĕ çырăвĕнче вăрçа юрăхлисем çирĕм ултă пин çын шутланнă.
8
(1) Вениаминран Бела — малтанхи ывăлĕ — çуралнă, иккĕмĕшĕ — Ашбел, виççĕмĕшĕ — Ахрай,
(2) тăваттăмĕшĕ — Ноха, пиллĕкĕмĕшĕ Рафа пулнă.
(3) Бела ывăлĕсем çаксем пулнă: Аддар, Гера, Авиуд,
(4) Авишуа, Нааман, Ахоах,
(5) Гера, Шефуфан тата Хурам.
(6) Акă Егуд ывăлĕсем — вĕсем ăру пуçлăхĕсем пулнă, Гевăра пурăннă, каярахпа вĕсене Манахафа куçарса кайнă:
(7) Нааман, Ахия тата Гера, вĕсене урăх çĕре куçараканĕ; унран Узза тата Ахихуд çуралнă.
(8) Шегараим ачисем Моав çĕрĕнче вăл хăйĕн арăмĕсене Хушимапа Баарăна уйăрса янă хыççăн çуралнă.
(9) Ходеша ятлă арăмĕнчен унăн Иовав, Цивия, Меша, Малхам,
(10) Иеуц, Шахия тата Мирма çуралнă: кусем — унăн ывăлĕсем, ăру пуçлăхĕсем. пХушимаран унăн Авитув тата Елпаал çуралнă.
(12) Елпаал ывăлĕсем: Евер, Мишам тата Шемер, — вăл Оно хулине тата Лод хулипе ăна пăхăнса тă ракан хуласене туса лартнă,—
(13) Берия тата Шема. Вĕсем Аиалонра пурăнакан ăрусен пуçлăхĕсем пулнă. Вĕсем Геф çыннисене хăваласа кăларса янă.
(14) Ахио, Шашак, Иремоф,
(153) евадия, Арад, Едер,
(16) Михаил, Ишфа тата Иоха — Берия ывăлĕсем.
(17) Зевадия, Мешуллам, Хизкий, Хевер,
(18) Ишмерай, ИзЛия тата Иовав — Елпаал ывăлĕсем.
(19) Иаким, Зихрий, Завдий,
(20) Елиенай, Цилфай, Елиил,
(21) Адаия, Бераия тата Шимраф — Шимей ывăлĕсем.
(22) Ишпан, Евер, Елиил,
(23) Авдон, Зихрий, Ханан,
(24) Ханания, Елам, Антофия,
(25) Ифдия тата Фенуил — Шашак ывăлĕсем.
(26) Шамшерай, Шехария, АфаЛия,
(27) Иаарешия, ЕЛия тата Зихрий — Иерохам ывăлĕсем.
(28) Çаксем — ăру пуçлăхĕсем, хăйсен йăхĕнче вĕсем аслисем пулнă. Вĕсем Иерусалимра пурăннă.
(29) Гаваонра пурăннисем: [Иеил,] Гаваон çыннисен ашшĕ,— унăн арăмĕн ячĕ Мааха, —
(30) унăн малтанхи ывăлĕ Авдон, ун хыççăнхисем — Цур, Кис, Ваал, Надав, [Нер,]
(31) Гедор, Ахио, Зехер тата Миклоф.
(32) Миклофран Шимей çуралнă. Вĕсем хăйсен тăванĕсем çывăхĕнче Иерусалимра, хăйсен пиччĕшшăллĕсемпе пĕрле пурăннă.
(33) Нертан Кис çуралнă; Кисран Саул çуралнă; Саулран Ионафан, Мелхисуй, Авинадав тата Ешбаал çуралнă.
(34) Ионафан ывăлĕ — Мериббаал; Мериббаалтан Миха çуралнă.
(35) Миха ывăлĕсем: Пифон, Мелег, Фаарея тата Ахаз.
(36) Ахазран Иоиадда çуралнă; Иоиаддăран Алемеф, Азмавеф тата Замврий çуралнă, Замврийрен Моца çуралнă;
(37) Моцаран Бинея çуралнă. Унăн ывăлĕ Рефаия; унăн ывăлĕ Елеаса; унăн ывăлĕ Ацел.
(38) Ацелăн ултă ывăл пулнă, акă вĕсен ячĕсем: Азрикам, Бохру, Исмаил, Шеария, Овадия тата Ханан; вĕсем пурте Ацел ывăлĕсем.
(39) Унпа пĕртăван Ешек ывăлĕсем: малтанхи ывăлĕ Улам, иккĕмĕшĕ — Иеуш, виççĕмĕшĕ — Елифелет.
(40) Улам ывăлĕсем вăрçа хастар, ухăпа перекен çынсем пулнă, вĕсен нумайнумай ывăлмăнук пулнă: çĕр аллă таран. Пурте вĕсем Вениамин ывăлĕсенчен тухнă.
9
(1) Мĕнпур Израиль халăхне çапла хăйсен йăхĕăрăвĕ тăрăх шутласа тухнă, вĕсене пурне те Израиль патшисенĕн кĕнекине кĕртнĕ.
(2) Иудейсене вара вĕсен йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн Вавилона куçарнă. Хăйсен çĕрне, хăйсен хулисене чи малтан каялла таврăннисем Израиль çыннисем, священниксем, Левитсем тата Левитсене пулăшса тăракансем пулнă.
(3) Иерусалимра Иуда ывăлĕсенчен, Вениамин ывăлĕсенчен, Ефрем ывăлĕсенчен тата Манассия ывăлĕсенчен пурăннă çынсем çаксем:
(4) Уфай, вăл — Аммиуд ывăлĕ, Аммиуд — Омри ывăлĕ, Омри — Имрий ывăлĕ, Имрий Ваний ывăлĕ пулнă, Ваний вара — Фарес тăхăмĕ, Фарес — Иуда ывăлĕ;
(5) Шилон ывăлĕсем — малтанхи ывăлĕ Асаия тата унăн ывăлĕсем;
(6) Зара ывăлĕсем — Иеуил тата унăн тăванĕсем — ултçĕр тăхăрвуннăн;
(7) Вениамин ывăлĕсем — Саллу, вăл Мешуллам ывăлĕ пулнă, Мешуллам — Годавия ывăлĕ, Годавия — Гассенуя ывăлĕ;
(8) Иерохам ывăлĕ Ивния, Эла — Михрирен çуралнă Уззий ывăлĕ, Мешуллам, вăл ШЕфатия ывăлĕ пулнă, ШЕфатия — Регуил ывăлĕ, Регуил — Ивния ьгеăлĕ;
(9) хăйсен йăхĕсем тăрăх, пиччĕшĕшăллĕсем тăхăрçĕр аллă улттăн — çак арсем пурте хăйсен ăрăвĕсен пуçлăхĕсем пулнă.
(10) Иерусалимра пурăннă священниксем: Иедаия, Иоиарив, Иахин, пАзария, вăл Хелкия ывăлĕ пулнă, Хелкия — Мешуллам ывăлĕ, Мешуллам — Садок ывăлĕ, Садок — Мераиоф ывăлĕ, Мераиоф — Ахитув ывăлĕ; Азария Турă Çуртĕнче пуçлăх пулнă;
(12) унта тата Адаия пулнă, вăл — Иерохам ывăлĕ, Иерохам — Пашхур ывăлĕ, Пашхур — Малхия ывăлĕ; унта тата Маасай пулнă, вăл — Адиел ывăлĕ, Адиел — Иахзер ывăлĕ, Иахзер — Мешуллам ывăлĕ, Мешуллам — Мешиллемиф ывăлĕ, Мешиллемиф — Иммер ывăлĕ;
(13) вĕсен пиччĕшĕшăллĕсем, хăйсен ăрă вĕсен пуçлăхĕсем, — пин те çичçĕр утмăлăн, — Турă Çуртĕнчи кĕлĕ ĕçне тĕплĕ туса тăракан çынсем пулнă.
(14) Левитсенчен вара çак çынсем пулнă: Шемаия, вăл Хашув ывăлĕ пулнă, Хашув вара — Азрикам ывăлĕ, Азрикам — Хашавия ывăлĕ; вĕсем — Мерари ывăлĕсем;
(15) тата Вакбакар, Хереш, Галал, Матфания пулнă, Матфания вăл Миха ывăлĕ пулнă, Миха вара — Зихрий ывăлĕ, Зихрий — Асаф ывăлĕ;
(16) унта Овадия пулнă, вăл Шемаия ывăлĕ пулнă, Шемаия вара — Галал ывăлĕ, Галал — Идифун ывăлĕ. Унта тата Берехия пулнă, вăл — Аса ывăлĕ, Аса ĕнтĕ нетофафсен ялĕнче пурăннă Елкана ывăлĕ пулнă.
(17) Хапха хуралçисем: Шаллум, Аккуб, Талмон, Ахиман тата вĕсен пиччĕшĕшăллĕсем; Шаллум вара пуçлăхĕ пулнă.
(18) Çак хапха хуралçисем, Левий ывăлĕсем, Патша хапхи патĕнче тухăç енче тăнă, халичченех çавăн пек.
(19) Шаллум вăл — Корей ывăлĕ, Корей — Евиасаф ывăлĕ, Евиасаф — Корей ывăлĕ; вĕсем тата хăйсен йăхĕнчи пиччĕшĕшăллĕсем, Корей çыннисем, хăйсен тивĕçĕ тăрăх, кĕлĕ чатăрĕ умĕнче хурал тăнă, вĕсен ашшĕсем вара Çÿлхуçа тапăрне кĕмелли вырăна хуралланă.
(20) Ĕлĕк вĕсен пуçлăхĕ Елеазар ывăлĕ Финеес пулнă, Çÿлхуçа унпа пĕрле пулнă.
(21) Захария, Мешелемия ывăлĕ, пуху чатăрĕ умĕнчи хапха хуралçи пулнă.
(22) Вĕсем, хапха патĕнче тăма суйланă çынсем, мĕнпурĕ икçĕр вуниккĕн пулнă. Вĕсене пурне те хăйсем пурăнакан вырăнта шута кĕртсе тухнă. Шанчăклă çынсем пулнăран вĕсене çак ĕçе Давидпа Самуил витĕркуран тăратнă.
(23) Вĕсем тата вĕсен ывăлĕсем Турă Çурчĕн, кĕлĕ чатăрĕн хапхи умĕнче хуралта тăнă.
(24) Хапха хуралçисем тăватă енче — тухăç енче, анăç енче, çурçĕр тата кăнтăр енче — тăнă.
(25) Вĕсен пиччĕшĕшăллĕсем хăйсен ялĕсенче пурăннă, вĕсем патне вăхăтвăхăтăн çичĕ куна килсе тăнă.
(26) Хуралçăсен тăватă пуçлăхĕ вара пĕрмаях ĕçлесе тăнă, вĕсем Левитсем пулнă; вĕсем Турă Çурчĕн хуралчĕсемпе мул управăшĕсене те сыхланă.
(27) Вĕсем çĕрле те Турă Çурчĕ çывăхĕнчех çĕр каçнă, мĕншĕн тесессĕн пĕтĕм хурал ĕçĕ вĕсем çинче пулнă, вĕсен кашни ирех алăксене уçмалла пулнă.
(28) Хапха хуралçисенчен хăшпĕрисене тата кĕлĕ тунă чухне тыткалакан савăтсене хураллама хушнă, çавăнпа вĕсем ăна шутласах йышăннă, шутласах панă.
(29) Теприсене куллен тыткаламалли ытти япаласене тата пĕтĕм таса япалана,— чи паха çăнăха, эрехе, йывăç çăвне, ливана, ырă шăршăлăха, — шанса панă.
(30) Священниксен хăшпĕр ывăлĕсем ырă шăршăлăхран мирă хатĕрленĕ.
(31) Левитсенчен тухнă Маттафияна,— вăл Корей çыннин Селлумăн малтанхи ывăлĕ пулнă,— çатма çинче пĕçермеллине шанса панă.
(32) Вĕсенĕн хăшпĕр тăванĕсене, Кааф ывăлĕсене, Турă умне хумалли çăкăрсем, кашни шăматкун улăштарса тăмалли çăкăрсем, хатĕрлесе тăма хушнă.
(33) Юрăçă Левитсем вара, хăйсен ăрăвĕсен пуçлăхĕсем, Турă Çурчĕ çумĕнчи пÿлĕмсенче пурăннă, вĕсем хăйсен ĕçĕсĕр пуçне урăхла нимĕнле ĕç те туман, мĕншĕн тесессĕн вĕсен çĕрĕнкунĕн ĕçлемелле пулнă.
(34) Çаксем ĕнтĕ — Левит тăхăмĕсен пуçлăхĕсем, хăйсен ăрăвĕнчи тĕп çынсем. Вĕсем Иерусалимра пурăннă.
(35) Гаваонра çаксем пурăннă: Гаваон çыннисен ашшĕ Иеил, — унăн арăмĕ Мааха ятлă пулнă,—
(36) унăн малтанхи ывăлĕ Авдон, ун хыççăн Цур, Кис, Ваал, Нер, Надав,
(37) Гедор, Ахио, Захария тата Миклоф.
(38) Миклофран Шимеам çуралнă. Вĕсем хăйсен тăванĕсем çывăхĕнче Иерусалимра пиччĕшĕшăллĕсемпе пĕрле пурăннă.
(39) Нертан Кис çуралнă, Кисран Саул çуралнă, Саулран Ионафан, Мелхисуй, Авинадав тата Ешбаал çуралнă.
(40) Ионафан ывăлĕ — Мериббаал; Мериббаалтан Миха çуралнă.
(41) Миха ывăлĕсем: Пифон, Мелех, Фарей [тата Ахаз].
(42) Ахазран Иаера çуралнă; Иаерăран Алемеф, Азмавеф тата Замврий çуралнă; Замврийрен Моца çуралнă;
(43) Моцаран Бинея çуралнă: Бинея ывăлĕ — Рефаия; Рефаия ывăлĕ — Елеаса; Елеаса ывăлĕ — Ацел.
(44) Ацелăн ултă ывăл пулнă, акă вĕсен ячĕсем: Азрикам, Бохру, Исмаил, Шеария, Овадия тата Ханан. Çаксем — Ацел ывăлĕсем.
10
(1) Филистимсем Израильпе çапăçнă, Израильсем Филистимсенчен тарнă чухне Гелвуй тăвĕ çинче вилевиле выртса юлнă.
(2) Филистимсем Саулпа унăн ывăлĕсене хăваласа кайнă та Саул ывăлĕсене — Ионафана, Авинадава тата Мелхисуя — вĕлернĕ.
(3) Саула хирĕç хаяррăн çапăçнă, ухăпа перекенсем ун çине талпăннă, ăна хăрушла амантса пĕтернĕ.
(4) Саул вара кăрал йăтса çÿрекен çыннине каланă: хĕçне кăлар та мана чиксе пăрах — çав ÿт кастарман çынсем килсе ан мăшкăллаччăр мана, тенĕ. Анчах кăрал йăтса çÿрекенĕ ун пек тума хăяйман, мĕншĕн тесессĕн вăл питĕ хăраса ÿкнĕ. Саул вара хăйĕн хĕçне илнĕ те ун çине тăрăннă.
(5) Саул вилнине курсассăн, кăрал йăтса çÿрекенĕ те хăйĕн хĕçĕ çине тăрăнса вилнĕ.
(6) Саулпа унăн виçĕ ывăлĕ çапла вилнĕ, унăн пĕтĕм кил-йышĕ те унпа пĕрле пĕтнĕ.
(7) Айлăмра пурăнакан Израильсем вара пурте тарнине тата Саулпа унăн ывăлĕсем вилнине курсассăн, хăйсен хулисене пăрахса хăварса, тарса пĕтнĕ; Филистимсем ĕнтĕ пынă та çав хуласене вырăнаçнă.
(8) Тепĕр кунхине Филистимсем вилнĕ çынсене çаратма пынă та Гелвуй тăвĕ çинче выртса юлнă Саулпа унăн ывăлĕсене тупнă,
(9) вара унăн тумтирне хывса илнĕ, пуçне касса илнĕ, кăралне илнĕ, унтан — хăйсем çĕнтерни çинчен йĕрĕхĕсене тата халăха пĕлтермешкĕн — çакна Филисти çĕрĕ тăрăх кăтартса çÿреме янă.
(10) Унăн кăралне хăйсен туррисен çуртне хунă, унăн пуçне Дагон çуртĕнче тăрăнтарса лартнă. (11) Филистимсем Саул тĕлĕшĕнчен мĕн туни çинчен Галаадри Иавис çыннисем илтнĕ.
(12) Вара мĕнпур вăйпитти çын кар хускалнă та Саулпа унăн ывăлĕсен ÿчĕсене Иависа илсе килнĕ, вĕсен шăммисене Иависри юман айне пытарнă, çичĕ кун типĕ тытнă.
(13) Саул ĕнтĕ Çÿлхуçа умĕнче тунă юрăхсăр ĕçĕсемшĕн, Çÿлхуçа сăмахне итлемесĕр ăрăмçăна ыйту панăшăн,
(14) Çÿлхуçана шыраманшăн вилнĕ. Çавăншăн вĕлернĕ те Вăл ăна, патшалăха вара Давида, Иессей ывăлне, панă.
11
(1) Израиль çыннисем Давид патне Хеврона пуçтарăнса пынă та каланă: акă эпир — санăн шăмму, санăн ÿтÿ, тенĕ.
(2) Енер те, виçĕмкун та — Саул патша пулнă чухне — эсĕ Израиле ертсе тухаттăн, ертсе кĕреттĕн, Çÿлхуçа Турру сана çапла каланă: «эсĕ Ман халăхăмăн, Израилĕн, кĕтÿçи пулăн, эсĕ Манăн халăхăн, Израилĕн, çулпуçĕ пулăн» тенĕ.
(3) Вара Израилĕн мĕнпур аслă çынни патша патне Хеврона пынă та, Давид вĕсемпе Хевронра Çÿлхуçа умĕнче халал хывнă; вара, Самуил урлă Çÿлхуçа хушнипе, Давида Израиль патши пулма çу сĕрсе янă.
(4) Давидпа мĕнпур Израиль вара Иерусалима, урăхла каласассăн Иевуса, кайнă. Унта иевусейсем, çав çĕр çыннисем, пурăннăха.
(5) Иевус çыннисем Давида: кунта кĕреймĕн, тенĕ. Анчах Давид Сион керемне ярса илнĕ; ку ĕнтĕ — Давид хули.
(6) Вара Давид каланă: иевусейсене чи малтан аркатса тăкаканĕ пуçлăх та çарпуç пулать, тенĕ. Çапăçăва чи малтан Иоав, Саруия ывăлĕ, кĕрсе кайнă та пуçлăх пулса тăнă.
(7) Давид çав керемре пурăннă, çавăнпа ăна Давид хули тесе ят панă.
(8) Хулана вăл йĕритаврашĕпех, Миллоран пуçласа йĕритаврах, çĕнетсе юсаттарнă, хулан ытти пайĕсене вара Иоав çĕнетнĕ.
(9) Давид ăнăçтарсах пынă, вăл çĕкленнĕçемĕн çĕкленнĕ, Саваоф Çÿлхуçа унпа пĕрле пулнă.
(10) Акă Давид паттăрĕсен пуçлăхĕсем, ун майлă пулса, уншăн çирĕппĕн тăрса, ăна, Çÿлхуçа хушнипе, Израиль патши тăвас тесе мĕнпур Израильпе пĕрле тăрăшнă çынсем, пакă Давид паттăрĕсен ячĕсем: Ахамани ывăлĕ Иесваал, вăтăр çын пуçлăхĕ. Вăл виççĕр çын çине сăнă çĕкленĕ те вĕсене пĕр ăстрăмрах аркатса тăкнă.
(12) Ун хыççăн Елеазар, Ахоха çынни Додо ывăлĕ, вăл — виçĕ паттăртан пĕри:
(13) вăл Давидпа пĕрле Фасдамимра, Филистимсем вăрçă вăрçма пухăннă çĕрте, пулнă. Унта урпа акнă хир пулнă. Халăх филистимсенчен тарнă чухне
(14) вĕсем, виçĕ паттăр, уй варрине тăнă та тырпула çăлса хăварнă тата Филистимсене аркатса тăкнă. Çÿлхуçа çапла аслă çĕнтерÿ панă!
(15) Çаксем виççĕшĕ, вăтăр çарпуçран чи аслисем, Филистимсен тапăрĕ Рефаимсен айлăмĕнче тăнă вăхăтра Давид патне чул ту çине, Одоллам ту хăвăлне, хăпарнă.
(16) Давид ун чухне çирĕплетнĕ хÿтĕ вырăнта пулнă, Филистимсен сыхлав çарĕ вара Вифлеемре тăнă.
(17) Давидăн çав тери шыв ĕçес килнĕ, вăл вара: кам мана Вифлеем хапхи умĕнчи пусăран шыв илсе килсе ĕçтерĕ? тенĕ.
(18) Çавăн чухне çак виçĕ çын Филистимсен тапăрĕ витĕр тухса Вифлеем хапхи умĕнчи пусăран Давид валли шыв ăсса килнĕ. Анчах Давид çак шыва ĕçес темен, ăна Çÿлхуçана мухтаса çĕре тăкнă та
(19) çапла каланă: эй Çÿлхуçамăм, çак шыва ĕçесрен хăтарсам мана! Маншăн хăйсен чунне панă арсен юнне ĕçĕпи вара? Вĕсем ĕнтĕ хăйсен пурăнăçне хĕрхенмесĕр шыв ăсса килчĕç, тенĕ. Шыва вăл çавăншăн ĕçесшĕн пулман. Акă мĕн тунă çав виçĕ паттăр.
(20) Авесса, Иоав пĕртăванĕ, çав виçĕ паттăрăн пуçлăхĕ пулнă: вăл хăйĕн сăннипе виççĕр çынна вĕлернĕ, леш виçĕ паттăр хушшинче те вăл мухтавлă пулнă.
(21) Вăл виççĕшĕнчен чи чапли пулнă, тата пуçлăх та пулнă; анчах та леш виçĕ паттăрпа танлашайман.
(22) Ванея — паттăр арăн Иодайăн ывăлĕ, Кавцеил çынни — хăйĕн ĕçĕсемпе чапа тухнă: вăл моавсен икĕ çулпуçне вĕлернĕ; вăлах юр ÿкнĕ вăхăтра арăслан шăтăкне анса арăслана вĕлернĕ;
(23) вăлах Египет çыннине, пилĕк чике çÿллĕшскере, вĕлернĕ: Египет çыннин аллинчи сăнă пиравăр ăстисен хивси пек пулнă, Ванея вара ун патне патакпа пынă та, Египет çыннин аллинчи сăннине туртса илсе, ăна çав сăнăпах вĕлерсе пăрахнă —
(24) акă мĕн тума пултарнă Ванея, Иодай ывăлĕ. Ăна леш виçĕ паттăр та чаплă çын вырăнне хунă;
(25) вăл вăтăр çулпуçран чаплăраххи пулнă, анчах та леш виçĕ паттăрпа танлашайман. Давид ăна хăйĕн сыхлавçисен пуçлăхĕ тунă.
(26) Акă çав паттăрсен ячĕсем: Иоавпа пĕртăван Асаил; Елханан — Додо ывăлĕ, Вифлеем çынни;
(27) Гарод çынни Шамма; Пелони çынни Херец;
(28) Ира — Икеш ывăлĕ, Фекоя çынни; Анафоф çынни Евиезер;
(29) Хушат çынни Сивхай; Ахоха çынни Илай;
(30) Нетофа çынни Магарай; Ваана ывăлĕ Хелед, Нетофа çынни;
(31) Рибай ывăлĕ Иттай — Вениаминсен Гивинчен; Пирафон çынни Ванея;
(32) Хурай — НагалеГаашран; Авиел — Аравăран;
(33) Бахарум çынни Азмавеф; Шаалбони çынни ЕЛияхба.
(34) Гизони çыннин Гашемăн ывăлĕсем: Ионафан — Шаге ывăлĕ, Гарир çынни;
(35) Ахиам — Сахар ывăлĕ, Гарир çынни; Ура ывăлĕ Елифал;
(36) Махера çынни Хефер; Пелони çынни Ахиа;
(37) Кармил çынни Хецрой; Езбай ывăлĕ Наарай;
(38) Нафанпа пĕртăван Иоиль; Гагрий ывăлĕ Мивхар;
(39) Аммон çынни Целек; Бероф çынни Нахарай — Саруия ывăлĕн, Иоавăн, кăрал йăтса çÿрекенĕ;
(40) Ифри çынни Ира; Ифри çынни Гареб;
(41) хет çынни Урия; Ахлай ывăлĕ Завад;
(42) АДина — Шиза ывăлĕ, Ру вим çынни, Рувим ăрăвĕн пуçлăхĕ, унăн вăтăр çын пулнă;
(43) Мааха ывăлĕ Ханан; Мефен çынни Иосафат;
(44) Аштероф çынни Уззия; Ароер çыннин Хофамăн ывăлĕсем: Шама тата Иеиел;
(45) Шимрий ывăлĕ Иедиаел тата унпа пĕртăван Иоха, Фица çынни;
(46) Махавим çынни Елиел, Елнаам ывăлĕсем Иеривайпа Иошавия тата Моав çынни Ифма;
(47) Мецоваи çыннисем Елиел, Овед тата Иасиел.
12
(1) Давид Кис ывăлĕнчен Саултан пытанса пурăннă чухне ун патне Секелага çак çынсем те пынă, вĕсем çапăçура пулăшнă хăюллă çынсем пулнă.
(2) Вăрçă кăралĕпе авăрланнă, чулравран сылтăм аллипе те, сулахай аллипе те чул перекенсем, ухăпа çĕмрен яракансем — вĕсем Саул тăванĕсем, Вениамин йăхĕн çыннисем пулнă:
(3) вĕсен пуçлăхĕ Ахиезер тата Иоас — Гива çыннин Шемаян ывăлĕсем; Иезиел тата Фелет — Азмавеф ывăлĕсем; Бераха тата Иегу — Анафоф çыннисем;
(4) Гаваон çынни Ишмаия — вăтăр паттăртан пĕри тата вăтăр çын пуçлăхĕ; Иеремия, Иахазиил, Иоханан тата Гедера çынни Иозавад;
(5) Елузай, Иеримоф, ВеаЛия, Шемария, Хариф çынни Сафатия;
(6) Корей çыннисем Елкана, Ишшияху, Азариил, Иоезер тата Иошавам;
(7) Иоела тата Завадия — Гедор хулинчи Иерохам ывăлĕсем.
(8) Давид патне пушхире, хÿтĕлĕх вырăна, ун енне куçнă Гад çыннисем те пынă, вĕсем вăрçа хастар, хăюллă, вăрçă кăралĕпе — хулканпа та сăнăпа — авăрланнă паттăр çынсем пулнă; сăнĕпичĕ вĕсен — арăсланăнни пек, вĕсем — хир качаки пек вичкĕн.
(9) Аслă пуçлăхĕ Езер пулнă, иккĕмĕшĕ Овадия, виççĕмĕшĕ Елиав,
(10) тăваттăмĕшĕ Мишманна, пиллĕкĕмĕшĕ Иеремия,
(11) улттăмĕшĕ Афай, çиччĕмĕшĕ Елиел,
(12) саккăрмĕшĕ Иоханан, тăххăрмĕшĕ Елзавад, “вуннăмĕшĕ Иеремия, вунпĕрмĕшĕ Махбанай.
(14) Вĕсем, Гад йăхĕн ывăлĕсем, çарпуçсем пулнă: кĕçĕнни çĕр çынпа, асли пин çынпа танлашнă.
(15) Шăпах çавсем ĕнтĕ пĕрремĕш уйăхра, Иордан ейĕве кайнă чухне, Иордан урлă каçнă та унти айлăмсенче, тухăç енче тата анăç енче пурăнакансене хăваласа янă.
(16) Давид патне хÿтĕлĕх вырăна Вениаминпа Иуда ывăлĕсем те пынă.
(17) Давид вĕсене хирĕç тухнă та çапла каланă: эсир ман патăма ырă кăмăлпа, мана пулăшас тесе килтĕр пулсассăн, манăн сирĕнпе пĕр чĕре пултăр; эхер те эсир мана аллăм айăплă мар çĕртенех ултавлă майпа тăшмансене сутас шухăшлă пулсассăн, çакна аттемĕрсен Турри курса татса патăр, тенĕ.
(18) Амасая, вăтăр çын пуçлăхне, сывлăш хупăрласа илнĕ те, вăл çапла каланă: Давид, сана тăнăçлăх пултăр, Иессей ывăлĕ, эпир санпала; сана тăнăçлăх пултăр, сана пулăшакансене те тăнăçлăх пултăр: сана Турру пулăшать! Давид вара вĕсене йышăннă та çарпуçсем пулма лартнă.
(19) Манассия йăхĕн хăшпĕр çыннисем те Давид енне куçнă, ун чухне Давид филистимсемпе Саула хирĕç çапăçма кайнă пулнă, анчах вĕсене пулăшман, мĕншĕн тесессĕн Филисти çулпуçĕсем хăйсем хушшинче канашласа илнĕ хыççăн, «вăл хăйĕн хуçи Саул енне куçĕ те пирĕн пуç чĕрĕ юлмĕ» тесе, ăна хăйсенчен уйăрса янă.
(20) Давид Секелага таврăннă чухне вара Манассия йăхĕн çак çыннисем ун енне куçнă: Аднах, Иозавад, Иедиаел, Михаил, Иозавад, Елигу тата Цилльфай — Манассия йăхĕнчи пинпÿсем.
(21) Вĕсем Давида эшкерсене хирĕç çапăçма пулăшнă: вĕсем пурте хăюллă çынсем, çарпуçсем пулнă.
(22) Давида пулăшас текен çынсем кулленкунах килсе тăнă, ĕнтĕ унăн çарĕ Турă çарĕ пекех ÿссе кайнă.
(23) Çÿлхуçа хушнипе Саул патшалăхне Давида парас тесе Хеврона пынă çарпуçсем çаксем:
(24) Иуда ывăлĕсем — хулканпа та сăнăпа авăрланнăскерсем, вăрçа кĕме хатĕр тăракансем — ултă пин те сакăрçĕр çын пулнă;
(25) Симеон ывăлĕсем — хăюллă çынсем, вăрçа кĕме хатĕр тăракан сем — çичĕ пин те çĕр çын пулнă;
(26) Левий ывăлĕсем — тăватă пин те ултçĕр çын;
(27) Аарон ăрăвĕнчи Иоддай çулпуç тата унпа пĕрле виçĕ пин те çичçĕр çын;
(28) хăюллă яш ача Садок тата унăн йăхĕнчи çирĕм икĕ пуçлăх;
(29) Вениамин ывăлĕсем, Саул тăванĕсем — виçĕ пин çын, анчах вĕсенчен чылайăшĕ Саул килĕ майлă пулнăха;
(30) Ефрем ывăлĕсем — çирĕм пин те сакăрçĕр çын, хăюллăскерсем, хăйсен йăхĕнче паллă çынсем;
(31) Манассиян çур йăхĕнчен — вунсакăр пин çын, вĕсене Давида патшана лартма ятран чĕнсе илнĕ пулнă;
(32) Иссахар ывăлĕсенчен ларутăрăва ăнланакан çынсем, Израилĕн хăçан мĕн тумаллине пĕлекенскерсем, икçĕр аслă çын килнĕ, вĕсене итлесе тăракан мĕнпур тăванĕ те вĕсемпе пĕрле пулнă;
(33) Завулон йăхĕнчен аллă пин çын килнĕ, вĕсем вăрçа кĕме хатĕр, çар кăралĕпе авăрланнă, пĕр шухăшлă çынсем пулнă;
(34) Неффалим йăхĕнчен — пин пуçлăх, вĕсемпе пĕрле — хулканпа та сăнăпа авăрланнă вăтăр çичĕ пин çын;
(35) Дан йăхĕнчен — вăрçа кĕме хатĕр çирĕм сакăр пин те ултçĕр çын;
(36) Асир йăхĕнчен — çапăçăва кĕме хатĕр хĕрĕх пин çар çынни;
(37) Иордан леш енчи Рувимпа Гад йăхĕсенчен тата Манассиян çур йăхĕнчен тĕрлĕ кăралпа авăрланнă çĕр çирĕм пин çын килнĕ.
(38) Çав çар çыннисем йĕркеленсе тăрса, тулли кăмăлпа Хеврона — Давида пĕтĕм Израиль патшине лартмашкăн — пынă. Израилĕн ытти çыннисем те Давида патшана лартас тĕлĕшпе пĕр шухăшлă пулнă.
(39) Давид патĕнче вĕсем виçĕ кун пулнă, ĕçнĕçинĕ, мĕншĕн тесессĕн тăванĕсем вĕсем валли пĕтĕмпех хатĕрлесе хунă пулнă;
(40) çавăнта çывăхра пурăнакансем те — Иссахар, Завулон, Неффалим йăхĕсем таранах — ашаксемпе те, тĕвесемпе те, ашакла лашасемпе те, вăкăрсемпе те темĕн чухлĕ ĕçмеçиме: çăнăх, смоква, иçĕм çырли, эрех, йывăç çăвĕ илсе килнĕ, шултăра выльăхĕпе вак выльăхне те питĕ нумай илсе пынă, мĕншĕн тесессĕн Израильшĕн пысăк савăнăç çитнĕ.
13
(1) Давид пинпÿсемпе, çĕрпÿсемпе тата мĕнпур çулпуçпа канашланă та
(2) пĕтĕм Израиль халăхне пуçтарса çапла каланă: эсир килĕшсессĕн тата çакна тума Çÿлхуçа Туррăмăрăн ирĕкĕ пулсассăн, хамăрăн ытти тăванăмăрсем патне çынсем ярар, пĕтĕм Израиль çĕрне çитчĕр, çавăн пекех священниксемпе Левитсем патне те, вĕсен хулисене, вĕсем пурăнакан пур вырăна та çынсем ярар — пурте пирĕн пата пуçтарăнччăр;
(3) вара Туррăмăр саккунĕн арчине хамăр пата куçарса килĕпĕр, ĕнтĕ Саул вăхăтĕнче эпир ăна мансах пурăнтăмăр, тенĕ.
(4) Вара пĕтĕм пуху: çапла пултăр, тенĕ, мĕншĕн тесессĕн пĕтĕм халăх ку питĕ тĕрĕс ĕç тесе шухăшланă.
(5) Çапла майпа Давид Израиль çыннисене — Египетри Шихор шывĕ патĕнчен пуçласа Емаф таранах — КириафИаримран Турă саккунĕн арчине куçарса килмешкĕн пуçтарнă.
(6) Вара Давидпа пĕтĕм Израиль халăхĕ Иудея çĕрĕнчи КириафИарим хулине херувимсем çинче ларакан Туррăн, Çÿлхуçанăн, арчине, Çÿлхуçа ячĕпе хисепленекен арчана, куçарса килме кайнă.
(7) Турă саккунĕн арчине Авинадав çуртĕнчен çĕнĕ çар урапипе турттарса тухнă; çар урапине Озапа Ахия тытса пынă.
(8) Давидпа Израиль çыннисем вара Турă умĕнче янăравлăн юрласа, кĕвĕ каласа пынă, цитра, псалтирь каланă, тÿнкĕрпе кимвал çапнă, трупа кăшкăртнă.
(9) Хидон йĕтемĕ тĕлне çитсессĕн вăкăрсем урапана тайăлтарнă та, Оза, Турă саккунĕн арчи ан ÿктĕр тесе, аллине ун енне тăснă.
(10) Анчах Çÿлхуçа Озана çилленнĕ, ăна аллине саккун арчи еннелле тăснăшăн вĕлерсе пăрахнă; Оза çавăнтах Турă умĕнче вилсе выртнă. “Çÿлхуçа Озана вĕлерсе пăрахнăшăн Давид питех те куляннă. Вара çав вырăна «Оза вилнĕ вырăн» тесе ят панă; ăна паянхи кунчченех çапла калаççĕ.
(12) Çав кун Давид Турăран хăраса ÿкнĕ, вăл: Турă арчине хам пата епле илсе кĕресха? тенĕ.
(13) Давид вара Турă саккунĕн арчине хăй патне, Давид хулине, илсе каяс темен, ăна Геф çыннин Аведдарăн çурчĕ еннелле çавăрнă.
(14) Турă саккунĕн арчи Аведдар çуртĕнче виçĕ уйăх пулнă, Çÿлхуçа ĕнтĕ Аведдар килне тата унăн мĕн пуррине йăлтах пилленĕ.
14
(1) Хирам, Тир патши, Давид патне элчĕсем янă, вăл ун валли кермен лартма кедр йывăçĕ тата чул купалакансемпе каскалакансене ăсатнă.
(2) Давид ĕнтĕ хăйне Çÿлхуçа Израиль патши пулма çирĕплетнине, унăн патшалăхне Израиль халăхĕшĕн çĕкленине курнă.
(3) Давид Иерусалимра тата арăмсем илнĕ, вара Давидăн татах ывăлсемпе хĕрсем çуралнă.
(4) Акă Иерусалимра çуралнă ачисен ячĕсем: Самус, Совав, Нафан, Соломон,
(5) Евеар, Елисуя, Елфалет,
(6) Ногах, Нафек, Иафиа,
(7) Елисама, Веелиада тата Елифалеф.
(8) Филистимсем Давида пĕтĕм Израиль патши пулма çу сĕрнине илтнĕ те пурте Давида шырама тапранса тухнă. Давид çакăн çинчен пĕлнĕ те вĕсене хирĕç тухнă.
(9) Филистимсем Рефаимсен айлăмĕнче чарăнса тăнă.
(10) Давид ĕнтĕ Турра çапла каласа тархасланă: Филистимсене хирĕç каймаллаи манăн, вĕсене манăн аллăма парăни? тенĕ. Çÿлхуçа ăна: кай, Эпĕ вĕсене санăн аллуна парăп, тенĕ.
(11) Вара Давидпа унăн çыннисем ВаалПерацим патне кайнă та унта Филистимсене аркатса тăкнă; çавăн чухне Давид каланă: Турă манăн тăшмансене хамăн аллăмпах, пĕвене татса кайнă шыв пек, çĕмĕрсе тăкрĕ, тенĕ. Çавăнпа çак вырăна ВаалПерацим тесе ят панă.
(12) Филистимсем хăйсен туррисене пăрахсах тарнă, Давид хушнипе вĕсене вутçулăмпа çунтарса янă.
(13) Филистимсем каллех килнĕ те айлăмра чарăнса тăнă.
(14) Давид хальхинче те Турра тархасланă, Турă ăна çапла каланă: вĕсем патне тÿррĕн ан кай, вĕсенчен пăрăн та пурçăн йывăççисем енчен пыр;
(15) пурçăн йывăççисем тăрринче ура сасси пек сасă илтĕнсессĕн çапăçăва кĕр, ку ĕнтĕ Филистимсен тапăрне пĕтерме Турă сан умна тухни пулĕ, тенĕ.
(16) Давид Турă хушнă пек тунă; ĕнтĕ Филистимсен тапăрне Гаваонран пуçласа Газер таранах çĕмĕрсе тăкнă.
(17) Çакăн хыççăн Давид ячĕ пĕтĕм çĕрĕшывĕпе саланнă, Çÿлхуçа ытти халăхсене унран хăраса тăмалла тунă.
15
(1) Хăй хулинче Давид тата та çуртсем лартнă, Турă саккунĕн арчи валли вырăн хатĕрленĕ, ун валли чатăр тунă.
(2) Çавăн чухне Давид каланă: Турă арчине, Левитсемсĕр пуçне, никамăн та çĕклемелле мар, мĕншĕн тесессĕн вĕсене Турă арчине çĕклеме тата ĕмĕрĕмĕр Хăйшĕн ĕçлесе тăма Çÿлхуçа Хăй суйласа илнĕ, тенĕ.
(3) Турă саккунĕн арчине ун валли хатĕрленĕ вырăна куçарса килме Давид Израиль çыннисене пурне те Иерусалима пуçтарнă.
(4) Давид ĕнтĕ Аарон ывăлĕсемпе Левитсене чĕнсе илнĕ:
(5) унта Кааф ывăлĕсенчен çĕр çирĕм çын пулнă, вĕсен пуçлăхĕ Уриил пулнă;
(6) Мерари ывăлĕсенчен — икçĕр çирĕм çын, вĕсен пуçлăхĕ Асаия;
(7) Гирсон ывăлĕсенчен — çĕр вăтăр çын, вĕсен пуçлăхĕ Иоиль;
(8) Елисафан ывăлĕсенчен — икçĕрĕн, вĕсен пуçлăхĕ Шемаия;
(9) Хеврон ывăлĕсенчен — сакăрвуннăн, вĕсен пуçлăхĕ Елиел;
(10) Узиил ывăлĕсенчен — çĕр вуниккĕн, вĕсен пуçлăхĕ Аминадав. пДавид вара Садокпа Авиафар священниксене тата Уриил, Асаия, Иоиль, Шемаия, Елиел, Аминадав Левитсене чĕнсе илнĕ те
(12) вĕсене çапла каланă: эсир, Левит тăхăмĕсен пуçлăхĕсем, хăвăр та тасалăр, тăванăрсем те тасалччăр, вара Çÿлхуçанăн, Израиль Туррийĕн, арчине эпĕ ун валли хатĕрленĕ вырăна куçарса килĕр,
(13) леш хутĕнче эпир çакна мĕнле тумаллине Турăран ыйтмарăмăр та, çав ĕçе эсир тумарăр та, Çÿлхуçа Туррăмăр пире çапса ÿкерчĕ, тенĕ.
(14) Вара священниксемпе Левитсем Çÿлхуçанăн, Израиль Туррийĕн, арчине çĕклесе килмешкĕн тасалса тăнă.
(15) Моисей Çÿлхуçа сăмахне пĕлтерсе хушса хăварнă пек, Левитсен ывăлĕсем Турă арчине хулпуççи çинче шалчасем хурса çĕклесе пынă.
(16) Давид ĕнтĕ Левитсен пуçлăхĕсене хăйсен юрăçă тăванĕсене кĕвĕ сăпрайĕсемпе тăратса тухма хушнă, лешĕсен псалтирь, цитра, кимвал тытса савăнăç кĕввине янăравлăн каламалла пулнă.
(17) Левитсем вара Иоиль ывăлне Емана, унăн тăванĕсене тата Верехия ывăлне Асафа, Мерари йăхĕн çыннине Ефана, Кушаия ывăлне, уйăрса илнĕ;
(18) вĕсене çак тăванĕсем пулăшса тăмалла пулнă: Захария, Бен, Иаазиил, Шемирамоф, Иехиил, Унний, Елиав, Ванея, Маасей, Маттафия, Елифлеуй, Микней, ОведЭдом тата Иеиел, кусем хапха хуралçисем пулнă.
(19) Еман, Асаф тата Ефан пăхăр кимвал çапса янăраттарнă.
(203) ахария, Азиил, Шемирамоф, Иехиил, Унний, Елиав, Маасей, Ванея вара псалтирь каласа çинçе сасăпа юрланă.
(21) Маттафия, Елифлеуй, Микней, ОведЭдом, Иеиел тата Азазия цитра каласа хулăн сасăпа юрланă.
(22) Левитсен пуçлăхĕ Хенания юрăкĕвĕшĕн явапли пулнă, мĕншĕн тесессĕн вăл юрă ăсти пулнă.
(23) Верехия тата Елкана Турă саккунĕн арчине хуралласа пынă.
(24) Шевания, Иосафат, Нафанаил, Амасай, Захария, Ванея, Елиезер священниксем Турă саккунĕн арчи умĕнче трупа кăшкăртса пынă. ОведЭдом тата Иехия вара Турă арчине хуралласа пынă.
(25) Çапла Давидпа Израилĕн аслă çыннисем тата пинпÿсем Çÿлхуçа халалĕн арчине ОведЭдом çуртĕнчен хаваслăн куçарса килме тухнă.
(26) Çÿлхуçа халалĕн арчине çĕклесе пыракан Левитсене Турă пулăшнă, вĕсем вара çичĕ пăру тата çичĕ така пусса парне кÿнĕ.
(27) Давид виссон тум тăхăннă пулнă, çавăн пекех Турă саккунĕн арчине çĕклесе пыракан Левитсем те, юрăçăсем те, кĕвĕ калакансемпе юрăçăсен пуçлăхĕ Хенания та çавăн йышши тумпах пулнă. Давид çинче тата йĕтĕн ефод пулнă.
(28) Çапла пĕтĕм Израиль, хавассăн кăшкăрса, мăйракапа трупа кăшкăртса, кимвал çапса, псалтирь тата цитра каласа, Çÿлхуçа халалĕн арчине куçарса килнĕ.
(29) Çÿлхуçа халалĕн арчине Давид хулине илсе кĕнĕ чухне Мелхола, Саул хĕрĕ, чÿречерен пăхса тăнă пулнă, савăнса сиккелесе пыракан Давид патшана курсассăн, вăл ăна хăйĕн ăшĕнче хурланă.
16
(1) Турă саккунĕн арчине илсе килсессĕн, ăна Давид ун валли хатĕрленĕ чатăр варрине лартнă та Турра пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесемпе канăçлăх парнисем кÿнĕ.
(2) Давид пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнесемпе канăçлăх парнисем кÿрсе пĕтерсессĕн, Давид халăха Çÿлхуçа ячĕпе пилленĕ, ЗИзраильсене пурне те — арçыннисене те, хĕрарăмĕсене те — пĕрер çăкăр, пĕрер татăк аш тата пĕрер иçĕм кукăлĕ валеçсе панă.
(4) Унтан вăл темиçе Левита Çÿлхуçа арчи умне Израилĕн Çÿлхуçа Туррине мухтавлама, тав тума тата аслăлама тăратнă:
(5) Асафа — асли, Захарийăна иккĕмĕшĕ тунă, Иеиелăн, Шемирамофăн, Иехиилăн, Маттафиян, Елиавăн, Ванеян, ОведЭдомăн, Иеиелăн псалтирьпе цитра каламалла пулнă, Асафăн кимвал çапмалла пулнă.
(6) Ванеяпа Озиил священниксене Турă халалĕн арчи умĕнче пĕр вĕçĕм трупа кăшкăртма тăратнă.
(7) Давид çав кунхине Асафпа унăн тăванĕсене Çÿлхуçана аслăласа мухтамашкăн пĕрремĕш хут мухтав юрри панă:
(8) Çÿлхуçана аслăлăр, Унăн ятне асăнăр, халăхсем хушшинче Унăн ĕçĕсем çинчен пĕлтерĕр;
(9) Ăна мухтавлăр, Ăна мухтаса юрлăр; Унăн мĕнпур кĕтречĕ çинчен каласа кăтартăр;
(10) Унăн сăваплă ячĕпе мухтанăр; Çÿлхуçана шыракансенĕн чĕри ха васлантăр; пÇÿлхуçана, Унăн вăйхăватне шырăр, яланах Унăн сăнне шырăр;
(12) Вăл пултарнă кĕтретсене, Ун хăвачĕн паллисене, Вăл каланă йĕркесене астуса тăрăр,
(13) эсир — Израиль вăрлăхĕ, Унăн чурисем, Иаков ывăлĕсем, Турă суйласа илнисем!
(14) Вăл — пирĕн Çÿлхуçа Туррăмăр: пĕтĕм çĕр çинче Унăн йĕркисем.
(15) – (16) Унăн халалне, пинпин сыпăк валли каланă сăмахне, Авраампа хывнă халалне, Исаака тупа тунине ĕмĕрĕпе астуса тăрăр,
(17) çавна Вăл Иаковшăн саккун тунă, Израилыиĕн ĕмĕрлĕх халал туса хунă,
(18) «сана Ханаан çĕрне еткерлĕхе парăп» тенĕ.
(19) Вĕсем ун чухне сахаллăн, питĕ сахаллăн пулнă, унта ютран пынă çынсем пулса пурăннă,
(20) пĕр халăх патĕнчен тепĕр халăх патне, пĕр патшалăхран тепĕр халăх патне куçса çÿренĕ;
(21) анчах Вăл вĕсене мăшкăллама никама та ирĕк паман, вĕсемшĕн патшасене те питленĕ:
(22) «Манăн çу сĕрнĕ çыннăмсене ан тĕкĕнĕр, Манăн пророкăмсене усал ан тăвăр» тенĕ.
(3) Çĕр çинчисем, пурте Çÿлхуçана мухтаса юрлăр; Вăл çăлни çинчен, çăласси çинчен кулленкун ырă хыпар сарăр.
(24) Халăхсем хушшинче Унăн мухтавлăхĕ çинчен, пур тĕрлĕ йăх хушшинче Унăн кĕтречĕсем çинчен пĕлтерĕр:
(25) Çÿлхуçа аслă, мухтава тивĕçлĕ, Вăл пур турăран та хăрушă.
(26) Халăхсенĕн туррисем пурте ăçтиçук çеç, Çÿлхуçа вара тÿпене пултарнă.
(27) Унăн умĕнче — мухтавлăх та аслăлăх, Унăн [сăваплă] вырăнĕнче — хăват та чаплă илем.
(28) Эй халăхсенĕн ăрăвĕсем, Çÿлхуçана мухтавлăр, Çÿлхуçана аслăлăр та чыслăр,
(29) Çÿлхуçана Унăн ятне кура мухтавлăр. Чаплă тум тăхăнса, парне илсе Ун умне пырăр, Çÿлхуçана пуççапăр.
(30) Эй çут тĕнче, Унăн умĕнче чĕтресе тăр: Вăл çут тĕнчене пултарнă, вăл хускалмĕ.
(31) Çÿлхуçа умĕнче тÿпе савăнтăр, çĕр хĕпĕртентĕр, халăхсем: Çÿлхуçа патшара ларать! тетчĕр.
(32) Тинĕс те, ăна тулли тăваканнисем те шавлаччăр, хирте, унта мĕн пурри те — пурте савăнччăр.
(33) Çÿлхуçа умĕнче вăрман йывăçĕсем те пурте хавасланччăр — Вăл çĕре сут тума килет.
(34) Çÿлхуçана аслăлăр: Вăл ырă, Унăн ырăлăхĕ — ĕмĕрлĕхе.
(35) Çапла калăр: эй Туррăмăр, эй Çăлаканăмăр, çăлсамччĕ пире! халăхсем хушшинчен пуçтарсамччĕ пире, вĕсенчен хăтарсамччĕ, эпир Санăн сăваплă ятна аслăлар, Санăн мухтавлăхупа мухтанар!
(36) Çÿлхуçа, Израиль Турри, ĕмĕртен ĕмĕре мухтавлă! Вара пĕтĕм халăх: аминь! аллилуия! тенĕ.
(37) Давид Асафпа унăн тăванĕсене çавăнта, Çÿлхуçа халалĕн арчи умĕнче, яланах, кунсеренех арча умĕнче ĕçлесе тăма хăварнă,
(38) вĕсемпе пĕрле ĕçлесе тăмашкăн ОведЭдомпа унăн тăванĕсене — утмăл сакăр çынна — хăварнă; Идифун ывăлĕ ОведЭдом тата Хоса вара хапха хуралçисем пулнă,
(39) Садок священникпа унăн тăванĕсене, священниксене, Гаваон сăрчĕ çинчи кĕлĕ чатăрĕ умĕнче ĕçлесе тăма хăварнă:
(40) вĕсен пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парне вырăнĕ çинче яланах, ирхине те, каçхине те, парне кÿрсе тăмалла пулнă, тата ытти ĕçсене те, Çÿлхуçа саккунĕнче çырнисене, Турă Израиле панă ÿкĕтсене, пурнăçласа тăмалла пулнă;
(41) вĕсемпе пĕрле Еманпа Идифуна та, ытти çынсене те, кашнине ятран каласа, суйласа илнĕ; вĕсен Çÿлхуçана аслăласа мухтаса тăмалла пулнă, мĕншĕн тесессĕн Унăн ырăлăхĕ — ĕмĕрлĕхе.
(42) Еманпа Идифун вĕсемпе пĕрле пулнă, вĕсем трупа кăшкăртнă, кимвал çапса янăраттарнă тата ытти тĕрлĕ сăпрай каласа Турра мухтанă; Идифун ывăлĕсене вара хапха умне тăратнă.
(43) Çакăн хыççăн çынсем хăйсен килĕсене саланнă; Давид та хăйĕн килне пиллеме таврăннă.
17
(1) Хăйĕн керменĕнче пурăннă чухне Давид Нафан пророка каланă: акă эпĕ кедр çуртра пурăнатăп, Çÿлхуçа халалĕн арчи вара чатăрта ларать, тенĕ.
(2) Нафан Давида каланă: чĕрÿ мĕн шухăшланине ту — Çÿлхуçа санпа пĕрле, тенĕ.
(3) Анчах çав çĕрлех Нафана Турăран сăмах пулнă:
(4) пыр, кала Манăн Давид чурама: Çÿлхуçа çапла калать, те: Ман валли пурăнмалли Çурт лартаканĕ эсĕ мар пулăн,
(5) Эпĕ Израиль ывăлĕсене илсе тухнă кунранпа паянхи кунчченех çуртра пурăнман, чатăртан чатăра, вырăнтан вырăна çÿренĕ.
(6) Пĕтĕм Израиль халăхĕпе пĕрле Эпĕ ăçта кăна çÿремерĕм, анчах Хамăн халăхăма кĕтсе çÿреме лартнă Израиль тÿрисене хăшне те пулин «мĕншĕн Ман валли кедр Çурт лартмастăр?» тесе пĕр сăмах та пулин каларăми?
(7) Халĕ Манăн Давид чурама çапла кала: Саваоф Çÿлхуçа çапла калать, те: Эпĕ сана Хамăн Израиль халăхĕн çулпуçĕ пулма сурăх кĕтĕвĕ кĕтнĕ çĕртен илтĕм;
(8) вара, эсĕ ăçта çÿресессĕн те, пур çĕрте те Эпĕ санпа пĕрле пултăм, хăвăн умăнтах мĕнпур тăшманна пĕтерсе тăкрăм, санăн ятна, çĕр çинчи аслă çынсен ячĕ пек, асла кăлартăм;
(9) Эпĕ Хамăн халăхăм валли, Израиль валли, вырăн тупса патăм, ăна унта тĕпленсе пурăнмалла турăм, вăл хăйĕн вырăнĕнче лăпкăн та тăнăçлăн пурăнĕ, ÿлĕмрен ăна канăçсăрлантармĕç, усал çынсем ăна унчченхи пек,
(10) Хамăн Израиль халăхне ертсе пыма лартнă тÿресен вăхăтĕнчи пек, хĕсĕрлемĕç. Эпĕ санăн мĕнпур тăшманна пăхăнтарăп. Сана пĕлтерсе хуратăп: Çÿлхуçа санăн килне туса çитерĕ. иКунусем вĕçленсессĕн, эсĕ аçусем патне ĕмĕрлĕх канăçа кайсассăн, санăн хыççăн Эпĕ санăн вăрлăхна çĕкЛентерĕп, вăл санăн ывăлу пулĕ, унăн патшалăхне çирĕплетĕп.
(12) Вăл Ман валли Çурт туса лартĕ, Эпĕ унăн аслă пуканне ĕмĕрлĕхе çирĕплетĕп.
(13) Эпĕ унăн ашшĕ пулăп, вăл Манăн ывăлăм пулĕ,— Хамăн ырăлăхăма, сан умĕнхинчен туртса илнĕ пек, унран туртса илмĕп.
(14) Хамăн Çуртра, Хамăн патшалăхра Эпĕ ăна ĕмĕрлĕхе лартăп, вăл ларакан вырăн ĕмĕрĕпе çирĕп пулĕ, тенĕ Çÿлхуçа.
(15) Çак мĕнпур сăмаха тата хăйне мĕн курăннине Нафан Давида пĕтĕмпех тĕп-тĕрĕс каласа панă.
(16) Çакăн хыççăн Давид патша Çÿлхуçа умне пырса тăнă та çапла каланă: эй Çÿлхуçа Туррăм, мана çаплах çĕклемешкĕн камах ĕнтĕ эпĕ, мĕнех ĕнтĕ манăн килĕм?
(17) Çакă та сахал пек курăннăçке Санăн куçу умĕнче, Туррăмçăм; Эсĕ тата Хăвăн чурун килĕн малашлăхне те пĕлтерсе хуратăн, эй Çÿлхуçа Туррăм, Эсĕ ман çине аслă çын çине пăхнă пек пăхатăн!
(18) Давид ĕнтĕ Сана Хăвăн чуруна панă чап çинчен тата мĕн хушса калайтăр? Эсĕ Хăвăн чуруна пĕлетĕн.
(19) Эй Çÿлхуçа! Эсĕ çакă аслă ĕçе чуру валли чĕрÿ хушнипе тăватăн, аслăлăха уçса паратăн.
(20) Эй Çÿлхуçа! Хамăр хăлхамăрпа мĕнмĕн илтнинчен пĕлетпĕр эпир: Сан евĕрли çук, Сансăр пуçне урăх Турă çук.
(21) Тата кам танлашма пултарĕ Санăн халăхупа, Израиль халăхĕпе? Çĕр çинче пурăнакансенчен Турă пĕртенпĕр çак халăха çеç Хăй халăхĕ тума пынă, Египетран илсе тухнă халăху умĕнчен ытти халăхсене хăваласа ярса, аслă та хăрушă ĕç туса, Хăвăн ятна чапа кăларнă.
(22) Эсĕ Израиль халăхне ĕмĕрлĕхе Хăвăн халăху турăн, эй Çÿлхуçамăм, Эсĕ унăн Турри пулса тăтăн.
(23) Ентĕ халĕ, Çÿлхуçамăм, Хăвăн чуру пирки, унăн килĕ пирки каланă сăмахна ĕмĕрлĕхе çирĕплет, Ху каланине тÿрре кăлар.
(24) Санăн яту ĕмĕрĕмĕре пытăр, ĕмĕрĕмĕрĕпе аслă пултăр, ĕнтĕ çапла калаччăр: Саваоф Çÿлхуçа — Израиль Турри, тетчĕр; Давид чурун килĕ Санăн умăнта тĕреклĕ пултăр.
(25) Эй Туррăм, Эсĕ Хăвăн чуруна «санăн килне туса çитерĕп» тесе пĕлтертĕн те, çавăнпа Санăн чуру Сан умăнта кĕлтума хăюлăх çитерчĕ.
(26) Эй Çÿлхуçамăм, Эсĕ — Турă, Эсĕ Хăвăн чуруна халĕ те пысăк ырăлăх пĕлтерсе хутăн.
(27) Эй Çÿлхуçамăм, Хăвăн чурун килне пиллеме кăмăл тусамччĕ: вăл ĕмĕрĕмĕрех Санăн умăнта пултăр. Эсĕ пиллесессĕн, вăл ĕмĕрĕпех пиллĕхлĕ пулĕ.
18
(1) Çакăн хыççăн Давид Филистимсене çĕмĕрсе тăкнă, парăнтарнă вĕсене, Филистимсен аллинчен вăл Геф хулипе ăна пăхăнса тăракан хуласене туртса илнĕ.
(2) Вăл çавăн пекех моавсене те парăнтарнă,— моавсем Давид чурисем пулса тăнă, ăна хырçă тÿлеме пуçланă.
(3) Давид ĕнтĕ Адраазара, Сува патшине, Емафра çапса аркатнă, лешĕ ун чухне Евфрат хĕрринчи çĕре пăхăнтарма кайнă пулнă.(4) Давид унран пин çар урапи, çичĕ пин юланутçă тата çирĕм пин çуран çын ярса илнĕ; çар урапи кÿлекен лашасен шăнăрĕсене касакаса татнă, вĕсенчен çĕр урапа кÿлмелĕх çеç хăварнă.
(5) Сири çыннисем, Дамаскра пурăнаканскерсем, Сува патшине Адраазара пулăшма çитнĕ, анчах Давид вĕсен çирĕм икĕ пин çыннине пĕтерсе тăкнă.
(6) Давид вара Дамаск хулинче, Сирире, хурал çарĕ тăратнă та, Сири çыннисем Давид чурисем пулса тăнă, ăна хырçă тÿлеме пуçланă. Кирек ăçта кайсассăн та Давида Çÿлхуçа пулăшса пынă.
(7) Давид ĕнтĕ Адраазар чурисенчен ылтăн хулканĕсене туртса илсе вĕсене Иерусалима илсе кайнă.
(8) Адраазар хулисенчен — Тивхафа хулипе Кун хулинчен — Давид темĕн чухлĕ пăхăр илсе килнĕ. Унран Соломон пăхăр тинĕс, юпасем тата пăхăр савăтсапа тутарнă.
(9) Фой — Имаф патши — Давид Сува патшийĕн Адраазарăн пĕтĕм çарне çĕмĕрсе тăкни çинчен илтнĕ.
(10) Вара вăл Иорама, хăйĕн ывăлне, Давид патша патне янă: ăна саламлама тата Адраазарпа çапăçнăшăн, ăна çĕмĕрсе тăкнăшăн тав тума хушнă; Фой хăй те Адраазара хирĕç çапăçнă пулнă; вăл Давид валли тĕрлĕрен ылтăн, кĕмĕл, пăхăр савăтсапа парса янă.
(11) Давид патша çакна ытти халăхсенчен — Идумея, Моав, Аммон, Филисти, Амалик халăхĕсенчен — ярса илнĕ ылтăнкĕмĕлпе пĕрле Çÿлхуçана халалланă.
(12) Авесса, Саруия ывăлĕ, Тăварлă айлăмра идумейсен вунсакăр пинлĕ çарне çĕмĕрсе тăкнă;
(13) Идумея çĕрĕнче хурал çарĕ тăратнă та, идумейсем пурте Давид чурисем пулса тăнă. Кирек ăçта кайсассăн та Давида Çÿлхуçа пулăшса пынă.
(14) Давид пĕтĕм Израиль патши пулнă, вăл хăйĕн пĕтĕм халăхне тÿрĕ сут туса, тĕрĕссине туса тăнă.
(15) Саруия ывăлĕ Иоав — çарпуç, Ахилуд ывăлĕ Иосафат — кулленхи ĕçсене çырса пыраканĕ,
(16) Ахитув ывăлĕ Садок тата Авиафар ывăлĕ Авимелех — священник, Суса — çыруçă,
(17) Иодай ывăлĕ Ванея вара хелефейсемпе фелефейсен пуçлăхĕ пулнă; Давид ывăлĕсем патша çумĕнче пĕрремĕш çынсем пулнă.
19
(1) Çакăн хыççăн Наас, аммонсен патши, вилнĕ те, ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ ларнă.
(2) Вара Давид каланă: Наас мана ырă тунăччĕ, çавăншăн эпĕ унăн ывăлне Аннона ырă тăвамха, тенĕ. Давид ĕнтĕ Аннон патне, ăна ашшĕ вилнĕ хыççăн йăпатса лăплантармашкăн, элчĕсем янă; Давид тарçисем Аммон çĕрне, Аннон патне, ăна йăпатса лăплантарма пырса çитнĕ.
(3) Анчах аммонсен çулпуçĕсем Аннона каланă: Давид санăн аçуна хисепленĕрен йăпатакансем ярса панă тесе шутлатăни эсĕ? Унăн тарçисем кунта пирĕн çĕре пăхсатĕпчесе каяс та кайран тустарма килес шухăшпа çитмени? тенĕ.
(4) Аннон вара Давид тарçисене ярса тытнă та кашнийĕн çур сухалне хырса янă, тумтирĕсене те çурри таран, пилĕк таран, касса кĕскетнĕ те каялла кăларса янă.
(5) Тухса кайнă вĕсем. Давида çакăн çынчен хыпар çитерсессĕн, вăл вĕсене хирĕç çын янă, мĕншĕн тесессĕн лешĕсене питех те чыссăрлатнă пулнă; патша вĕсене çапла калама хушнă: су халăр ÿссе çитиччен Иерихонра пулăр, кайран тин таврăнăр, тенĕ.
(6) Аммонсем ĕнтĕ хăйсем Давидăн курайман çыннисем пулса тăнине туйса илнĕ, вара Аннон тата аммонсем Месопотамири Сирие, Маах тытса тăракан Сирие тата Сувана çар ураписемпе юланутçăсем тара илме пин талант кĕмĕл ярса панă.
(7) Вĕсем вăтăр икĕ пин çар урапи тата Маах патшапа унăн çыннисене тара тытнă. Ĕнтĕ лешĕсем килнĕ те Медева хули çывăхĕнче йĕркеленсе тăнă. Аммонсем те хăйсен хулисенчен пуçтарăнса вăрçа тухнă.
(8) Çакăн çинчен илтсессĕн Давид вĕсене хирĕç Иоав ертсе пыракан паттăрсен çарне кăларса янă.
(9) Аммонсем, çапăçăва хатĕрленсе, хула хапхи умне йĕркеленсе тăнă, пулăшма килнĕ патшасем вара хирте уйрăммăн тăнă.
(10) Иоав, тăшман çарĕсем малта та, хыçра та тăнине курсассăн, Израиль паттăрĕсенчен чи паттăррисене суйласа илсе вĕсене Сири çыннисене хирĕç йĕркелесе тăратнă. “Ыттисене хăйĕн шăллĕне Авессана шанса панă, кусем аммонсене хирĕç йĕркеленсе тăнă.
(12) Иоав вара çапла каланă: эхер те Сири çыннисем мана хĕсме тытăнсан мана эсĕ пулăшăн, эхер те аммонсем сана хĕсме тытăнсан — сана эпĕ пулăшăп.
(13) Хăюллă пул, хамăр халăхшăн, хамăр Туррăмăр хулисемшĕн çирĕп тăрăпăр, Çÿлхуçа вара Хăйне кирлĕ пек тутăр, тенĕ.
(14) Иоав тата унпа пĕрле пулнă халăх Сири çыннисене хирĕç çапăçăва кĕнĕ те, лешĕсем унран тарма пуçланă.
(15) Аммонсем вара, Сири çыннисем тарнине курса, хăйсем те Иоав шăллĕнчен Авессаран тарма пуçланă та хулана кĕрсе пытаннă. Иоав вара Иерусалима таврăннă.
(16) Сири çыннисем, хăйсене Израильсем çĕнтернине курсассăн, элчĕсем ярса, юханшыв леш енче тăракан Сири çыннисене чĕнтерсе илнĕ; вĕсене Адраазарăн çарпуçĕ Совак ертсе пынă.
(17) Давида çакăн çинчен хыпар çитерсессĕн, вăл Израильсене пурне те пуçтарнă та Иордан урлă каçса вĕсем патне çитнĕ, вĕсене хирĕç йĕркеленсе тăнă. Давид ĕнтĕ Сири çыннисене хирĕç çапăçăва кĕнĕ, Сири çыннисем унпа тытăçса ÿкнĕ.
(18) Сири çыннисем Израильсенчен тарма пуçланă. Давид Сири çыннисен çичĕ пин çар урапине, хĕрĕх пинлĕ çуран çарне çĕмĕрсе тăкнă, Совак çарпуçа вĕлернĕ.
(19) Адраазар тарçисем, хăйсене Израильсем çĕмĕрсе тăкнине курсассăн, Давидпа килĕшÿ тунă, ăна пăхăнма тытăннă. Сири çыннисем вара аммонсене текех пулăшасшăн пулман.
20
(1) Çулталăкран, патшасем вăрçă хускатас вăхăт çитсессĕн, Иоав çара ертсе тухнă та аммонсен çĕрне тустарма тытăннă, унтан Равва хулине хупăрласа илнĕ. Давид Иерусалимрах юлнă. Иоав ĕнтĕ Раввăна ярса илсе аркатса тăкнă.
(2) Давид вĕсенĕн патши пуçĕнчен пуçкăшăльне хывса илнĕ, унта пĕр талант ылтăн та темĕн чухлĕ хаклă йышши чул пулнă; пуçкăшăльне Давид пуçне тăхăнтартнă. Хуларан питĕ нумай тупăш илсе тухнă.
(3) Унти халăха вара хуларан илсе тухнă та пăчкăпа, тимĕр тăпачăпа, хăртпа вĕлерсе тухнă. Давид аммонсен мĕнпур хулине çапла тунă. Унтан Давидпа пĕтĕм халăх Иерусалима таврăннă.
(4) Каярахпа Газерта Филистимсемпе вăрçă пуçланнă. Çавăн чухне Совохай, Хуш çынни, рефаим ывăлĕсенчен пĕрне, Сафа, вĕлернĕ. Çакăн хыççăн Филистимсем парăннă.
(5) Каллех Филистимсемпе вăрçă пулса иртнĕ. Çавăн чухне Елханам, Иаир ывăлĕ, Лахмие — Голиаф тăванне, Геф çыннине — вĕлернĕ; лешĕн сăнă аври те пир тĕртекенсен хивси пекех пулнă.
(6) Геф хулинче тата тепĕр çапăçу пулса иртнĕ. Унта çÿллĕ те капмар пĕр çын пулнă, вăл ултшар пÿрнеллĕ пулнă, пурĕ — çирĕм тăватă пÿрне. Çавă та рефаим тăхăмех пулнă.
(7) Вăл Израиле хăртнă, ăна Ионафан — Давид пиччĕшĕн Шиман ывăлĕ — вĕлернĕ.
(8) Çавсем, рефаим йăхĕн çынннисем, Гефра çуралнăскерсем пулнă, вĕсем Давидпа ун тарçисен аллинчен пĕтнĕ.
21
(1) Шуйттан Израиле хирĕç çĕкленнĕ те Давида Израиль çыннисен йышне шута илме хистенĕ.
(2) Давид вара Иоава тата халăх хушшинчи пуçлăхсене çапла каланă: кайăр та Израиль çыннисене Вирсавияран пуçласа Дан таран шутласа тухăр, унтан мана пĕлтерĕр, эпĕ вĕсен йышне пĕлсе тăрам, тенĕ.
(3) Иоав каланă: Çÿлхуçа Хăй халăхĕн паянхи йышне çĕр хут ÿстертĕр. Патша хуçамăм, ара, вĕсем пурте хуçамăн чурисем мари? Ку ĕç хуçамăма мĕн тума кирлĕха? Израиле айăпа кĕртме мари? тенĕ.
(4) Анчах патша сăмахĕсем Иоава парăнтарнă. Вăл вара тухса кайнă, пĕтĕм Израиль тавра çаврăннă та Иерусалима таврăннă.
(5) Иоав ĕнтĕ халăх йышне шута илнĕ çырăва Давида панă, Израильсем мĕнпурĕ пин хутчен пин çын пулнă, хĕç тытма пултараканĕсем çĕр пин ар пулнă, хĕç тытма пултаракан иудейсем вара тăватçĕр çитмĕл пин ар пулнă.
(6) Иоав Левитсене тата Вениамин çыннисене шутламан, мĕншĕн тесессĕн ăна патша сăмахĕ килĕшмен.
(7) Çак ĕç Турă умĕнче юрăхлă ĕç пулман, çавăнпа та Вăл Израиле хаса панă.
(8) Давид ĕнтĕ Турра çапла каланă: çак ĕçе туса пысăк çылăха кĕтĕм эпĕ. Халĕ Хăвăн чурун айăпне каçарсамччĕ, эпĕ ытла та ăссăрла хăтлантăм, тенĕ.
(9) Çавăн чухне Çÿлхуçа Давид çыннине, витĕркуран Гада, çапла каланă:
(10) пыр, Давида кайса пĕлтер: Çÿлхуçа çапла калать, те: Эпĕ сана виçĕ тĕрлĕ хаса сĕнетĕп, вĕсенчен пĕрне хăвна валли суйласа ил, — Эпĕ сан çине çавна ярăп, тет, тенĕ.
(11) Гад вара Давид патне пынă та каланă ăна: Çÿлхуçа çапла калать: суйласа ил:
(12) е виçĕ çул хушши выçлăх, е виçĕ уйăх сана тăшманусем йĕрлесе çÿрĕç, сана вĕсен хĕçĕ çитĕ; е виçĕ кун хушши çĕр çинче Турă хĕçĕ, мур чирĕ тата Израильре пур тĕлте те тĕп тăвакан Çÿлхуçа Ангелĕ çÿрĕ. Ентĕ шутласа пăх та мана сан патна калама Янăскерне мĕн каламаллине пĕлтер, тенĕ.
(13) Давид ĕнтĕ Гада каланă: мана питĕ йывăр; Турă аллинех лекем, мĕншĕн тесессĕн Унăн ырăлăхĕ пысăк; çын аллине çеç лекес марччĕ, тенĕ.
(14) Çÿлхуçа вара Израиль çине мур чирĕ янă та, Израиль халăхĕ çитмĕл пин çын вилнĕ.
(15) Турă Иерусалима тĕп тума Ангела янă. Ангел çынсене пĕтерме тытăнсассăн, Çÿлхуçа çакна курнă та кун пек инкек çитнĕшĕн куляннă, вара тĕп тăвакан Ангела каланă: çитĕ! халĕ аллуна ус, тенĕ. Çÿлхуçа Ангелĕ çавăн чухне Орна иевусей йĕтемĕ патĕнче тăнă.
(16) Давид ĕнтĕ куçне çĕклесе пăхнă та çĕрпе пĕлĕт хушшинче тăракан Çÿлхуçа Ангелне курнă, хĕç тытнă аллине Ангел Иерусалим çинелле тăсса тăнă; Давид тата аслă çынсем, хуйхă тумтирĕ тăхăннăскерсем, ÿпне ÿкнĕ.
(17) Давид вара Турра çапла каланă: халăх йышне шутласа тухма эпĕ хушманччĕиха? эпĕ çылăха кĕтĕм, эпĕ усал ĕç турăм, ку сурăхсем мĕн тунăха? Эй Çÿлхуçамăм, эй Туррăм! Санăн аллу ман çинче, ман аттемĕн килĕ çинче пултăр, Хăвăн халăхна ан тив, ан пĕтер ăна, тенĕ.
(18) Çÿлхуçа Ангелĕ вара Гада — лешĕ Давида пĕлтертĕр тесе — çапла каланă: Давид кайтăр та Орна иевусей йĕтемĕ çинче Çÿлхуçа валли парне вырăнĕ тутăр, тенĕ.
(19) Давид вара, Турă ятĕнчен каланă Гад сăмахне итлесе, йĕтем çине кайнă.
(20) Орна ун чухне тулă çапнă пулнă. Вăл çаврăнса пăхнă та Ангела курах кайнă, вара вăл тăватă ывăлĕпе пĕрле тарса пытаннă.
(21) Давид Орна патне çитнĕ. Давида курсанах Орна йĕтем çинчен тухнă та ăна çĕре ÿксе пуççапнă.
(22) Давид вара Орнана каланă: йĕтем вырăнаçнă çĕр лаптăкне пар мана, унта эпĕ Çÿлхуçана парне кÿ мелли вырăн тăвăп; ăна тулли хакĕпех сут мана, вара халăха тĕп тăвасси чарăнĕ, тенĕ.
(23) Орна Давида каланă: илех; патша хуçамăм хăйне кирлĕ пек тутăр; акă пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿме вăкăрсем парам, тăпачă таврашĕ вутăлăх пултăр, тулă та парне валли пултăр, йăлтах тÿлевсĕр, ахалех, паратăп, тенĕ.
(24) Давид патша Орнана каланă: çук, эпĕ санран хăйĕн хакĕпе туянасшăн, Çÿлхуçана санăн пурлăхна кÿместĕп, эпĕ тÿлевсĕр илнине пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿместĕп, тенĕ.
(25) Давид вара Орнана çак вырăншăн ултçĕр сикль ылтăн панă.
(26) Давид унта Çÿлхуçа валли парне вырăнĕ тунă та пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесемпе канăçлăх парнисем кÿнĕ; Çÿлхуçана чĕнсе кĕлтунă, ăна илтнине Вăл пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парне вырăнĕ çине тÿперен вутçулăм ярса пĕлтернĕ.
(27) Çÿлхуçа вара Ангела: хĕççÿне йĕннине чиксе хур, тенĕ.
(28) Çавăн чухне Давид, Орна иевусей йĕтемĕ çинче хăйне Çÿлхуçа илтнине курсассăн, унта парне кÿнĕ.
(29) Моисей пушхирте тунă кĕлĕ чатăрĕпе пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне вырăнĕ ун чухне Гаваон тăвĕ çинче пулнă.
(30) Давид унта кайса Турра чĕнсе кĕлтума пултарайман, мĕншĕн тесессĕн ăна Çÿлхуçа Ангелĕн хĕçĕ хăратса ÿкернĕ.
22
(1) Давид каланă: çакăнта Израиль халăхĕ валли Çÿлхуçа Туррăн Çурчĕ тата пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне вырăнĕ пулĕ, тенĕ.
(2) Давид вара Израиль çĕрĕ çине аякран килнĕ çынсене пуçтарма хушнă, вăл вĕсен хушшинчен чул касакансене суйласа илнĕ те çавсене Турă Çурчĕ валли чул чутлама тăратнă.
(3) Давид хапха алăкĕсем валли пăталăх тата хытаркăчсем валли темĕн чухлĕ тимĕр хатĕрленĕ, шутсăр нумай пăхăр хатĕрлесе хунă,
(4) кедр йывăçĕ те шутсăрсумсăр пулнă, мĕншĕн тесессĕн Сидонпа Тир çыннисем Давида кедр йывăçĕ нумай кÿрсе панă.
(5) Давид çапла каланă: Соломон ывăлăм çамрăк та хевтесĕрха, Çÿлхуçа валли тăвакан Çурт вара капмар та чаплă пулмалла, ытти çĕрсен умĕнче илемĕпе те, мухтавĕпе те палăрса тăтăр; ĕнтĕ çак Çурта тума мĕн кирлине хатĕрлесе хурăп, тенĕ. Çапла Давид хăй виличчен нумай хатĕрлесе хăварнă.
(6) Вăл ывăлне, Соломона, чĕнсе илнĕ те Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕ валли Çурт тума пиллĕх панă.
(7) Давид Соломона каланă: ывăлăм! Çÿлхуçа Туррăм ячĕпе Çурт тăвас шухăш манăн чĕрем варринчех пулнă,
(8) анчах мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ: «эсĕ юн нумай тăкнă, пысăк вăрçăсем вăрçнă; санăн Ман ятăмпа Çурт лартма тивĕç çук, мĕншĕн тесессĕн Ман умăмра çĕр çине нумай юн юхтартăн.
(9) Акă санăн ывăл çуралĕ, вăл тăнăç пурăнасскер пулĕ; Эпĕ ăна таврари мĕнпур тăшманĕнчен хÿтĕлесе лăпкăн усрăп: çавăнпа унăн ячĕ те Соломон пулĕ. Ун вăхăтĕнче Израиле тăнăçлăхпа канлĕх парăп.
(10) Вăл Манăн ятăмпа Çурт туса лартĕ, вăл Манăн ывăлăм пулĕ, Эпĕ унăн ашшĕ пулăп, ăна Израильре ĕмĕрлĕхе патшана лартăп» терĕ, тенĕ. иХалĕ те, ывăлăм, Çÿлхуçа санпа пĕрле пултăр! ĕçÿ ăнса пытăр, Çÿлхуçа Турру валли, Вăл сан пирки каланă пек, Çурт туса лартмалла пултăр.
(12) Çÿлхуçа сана ăсхакăл патăр, Израиль патшине ларттăр; эсĕ вара Çÿлхуçа Туррун саккунне уяса пурăн. “Çÿлхуçа Израиле Моисей урлă халалланă йĕркесене, саккунсене пурăнăçлама тăрăшсассăн çеç ĕçÿ ăнăçса пырĕ санăн. Çирĕп те хăюллă пул, ан хăра, ан шиклен.
(14) Хĕсĕк пурăнăçпа та эпĕ Çÿлхуçа Çурчĕ валли çĕр пин талант ылтăн тата пин хут пин талант кĕмĕл хатĕрлерĕм, ытла та нумаййипе тимĕрпе пăхăрăн ĕнтĕ виçи те çук; йывăç та, чул та хатĕрлерĕм, эсĕ вара ун çумне тата хуш.
(15) Еçлевçĕсем — чул чутлакансем, эреш ăстисем, каскалакансем, тĕрлĕ ĕçе пултаракансем — темĕн чухлех санăн;
(16) ылтăнкĕмĕлпе пăхăртимĕрĕн шучĕ те çук: пуçла та ĕçле. Çÿлхуçа санпа пĕрле пулĕ, тенĕ.
(17) Давид Израилĕн мĕнпур пуçлăхне хăйĕн ывăлне пулăшма халалласа хăварнă:
(18) ара, Çÿлхуçа Туррăр хăвăрпа пĕрле мари? Вăл сире пур енчен те тăнăçлăх памарĕи? Вăл çĕр çинче пурăнакансене ман аллăма пачĕ те, çĕр Çÿлхуçана тата Унăн халăхне парăнчĕ.
(19) Апла чĕрĕрпе чунăра Çÿлхуçа Туррăр майлă çавăрăр. Пуçтарăнăр та Çÿлхуçа Турă валли Çурт лартăр, Çÿлхуçа халалĕн арчине, Туррăн таса савăчĕсене Çÿлхуçа ячĕпе тăвакан Çурта куçармалла пултăр.
23
(1) Ватăлса çитсессĕн, мĕн тăраниччен пурăнсассăн, Давид хăйĕн ывăлне Соломона Израиль патшине лартнă.
(2) Вăл Израилĕн мĕнпур пуçлăхне, священникне, Левитне пуçтарнă та
(3) Левитсене — вăтăр çулхисенчен пуçласа унран аслăраххисене — шута илсе тухнă, йăлтах шутласассăн вĕсем вăтăр сакăр пин пулнă.
(4) Вĕсене тĕрлĕ ĕç уйăрса панă: çирĕм тăватă пин çынна — Çÿлхуçа Çуртĕнчи ĕçсене йĕркелесе тăма, ултă пинне — çыруçă, тÿре пулма,
(5) тăватă пинне хапха умĕнче тăма суйласа илнĕ, тăватă пин çыннин вара Давид патша ятарласа Турра аслăлама ăсталанă кĕвĕ сăпрайĕсемпе Çÿлхуçана аслăламалла пулнă.
(6) Давид вĕсене Левий ывăлĕсенĕн — Гирсонăн, Каафăн, Мерарин — ăрăвĕсем тăрăх пайласа тухнă.
(7) Гирсон ăрăвĕнчен унта Лаедан тата Шимей пулнă.
(8) Лаедан ывăлĕсем: пĕрремĕшĕ Иехиил, ЗЕфам тата Иоиль — виççĕн.
(9) Шимей ывăлĕсем: Шиломиф, Хазиил тата Гаран — виççĕн. Вĕсем Лаедан тăхăмĕсен пуçлăхĕсем пулнă.
(10) Шимейĕн ытти ывăлĕсем: Иахаф, Зиза, Иеуш тата Берия. Кусем — Шимей ывăлĕсем, тăваттăн.
(11) Иахаф — асли, Зиза иккĕмĕшĕ пулнă; Иеушпа Бериян ачисем йышлăн пулман та, çавăнпа вĕсем пĕр кил-йыш шутланнă.
(12) Кааф ывăлĕсем: Амрам, Ицгар, Хеврон тата Озиил — тăваттăн.
(13) Амрам ывăлĕсем: Аарон тата Моисей. Аарона ятарласа Сăваплăран Сăваплă пÿлĕм валли уйăрса илнĕ, унăн тата унăн ывăлĕсен ĕмĕрĕмĕрĕпех Çÿлхуçа умĕнче ырă шăршă тĕтĕрмелле, ĕмĕрĕмĕрĕпех Ăна ĕçлесе тăмалла, Унăн ячĕпе пиллесе тăмалла пулнă.
(14) Моисее вара, Турă çыннине, тата унăн ывăлĕсене Левий йăхĕн шутне кĕртнĕ.
(15) Моисей ывăлĕсем: Гирсон тата Елиезер.
(16) Гирсон ывăлĕсем: пĕрремĕшĕ Шевуил пулнă.
(17) Елиезер ывăлĕсем: пĕрремĕшĕ Рехавия пулнă. Елиезерăн урăх ывăл пулман; Рехавиян вара ывăл питĕ нумай пулнă.
(18) Ицгар ывăлĕсем: пĕрремĕшĕ — Шеломиф.
(19) Хеврон ывăлĕсем: пĕрремĕшĕ — Иерия, иккĕмĕшĕ — Амария, виççĕмĕшĕ — Иахазиил, тăваттăмĕшĕ — Иекамам.
(20) Озиил ывăлĕсем: пĕрремĕшĕ — Миха, иккĕмĕшĕ — Ишшия.
(21) Мерари ывăлĕсем: Махли тата Муши. Махли ывăлĕсем: Елеазар тата Кис.(22) Ĕнтĕ Елеазар вилнĕ, унăн ывăл пулман, хĕрсем кăна пулнă; вĕсене Кис ывăлĕсем, хăйсен тăванĕсем, качча илнĕ.
(23) Муши ывăлĕсем: Махли, Едер тата Иремоф — виççĕн.
(24) Вĕсем ĕнтĕ Левий ывăлĕсем — ашшĕ килĕ тăрăх шутласа тухнăскерсем, кил-йыш пуçлăхĕсем, пĕрерĕн ятран шута илнĕскерсем, Çÿлхуçа Çуртĕнче ĕçлесе тăракансем, çирĕм çулхинчен пуçласа унтан аслăраххисем — пулнă.
(25) Давид çапла каланă: Çÿлхуçа, Израиль Турри, Хăйĕн халăхне канлĕх пачĕ те ăна Иерусалимра ĕмĕрлĕхе тĕплентерчĕ,
(26) малашне Левитсен кĕлĕ чатăрне тата унăн япалисене, кĕлĕ тунă чухне кирлĕ япаласене, çĕклесе çÿремелле пулмĕ, тенĕ.
(27) Çавăнпа ĕнтĕ Давид тутарнă юлашки ĕç Левитсене — çирĕм çулхисенчен пуçласа унтан аслăраххисене — шута илсе тухни пулнă;
(28) вĕсен Аарон ывăлĕсем çумĕнче пулмалла пулнă, Çÿлхуçа Çурт не пăхса тăмалла, картишĕнче, хуралтă таврашĕнче ĕçлесе тăмалла, пур çĕрте те тасалăха тытса тăмалла, Турă Çурчĕ таврашĕнчи тĕрлĕ ĕçе туса тăмалла пулнă,
(29) Турă умне хумалли çăкăрсене, тырăпулă парни валли кÿрекен тулă çăнăхне, тутлăлла пĕçернĕ пашалусене, ытти пĕçернĕ е ăшаланă апатçимĕçе тĕрĕслесе, шутласавиçсе тăмалла пулнă,
(30) вĕсен ирсерен Çÿлхуçана аслăламалла, мухтавламалла пулнă, каçхине те çавăн пекех тумалла пулнă,
(31) шăматкунсенче, çĕнĕ уйăх кунĕсенче тата уяв кунĕсенче пĕтĕмĕшпе çунтарса Çÿлхуçана парне кÿнĕ чухне, çирĕплетнĕ йĕрке тăрăх, вĕсен яланах Çÿлхуçа умĕнче пулмалла пулнă,
(32) вĕсен Турă ирĕкне пĕлтерекен кĕлĕ чатăрне сыхламалла, сăваплă пÿлĕме пăхса тăмалла, хăйсен тăванĕсем священниксем, Аарон ывăлĕсем, Çÿлхуçа Çуртĕнче кĕлĕ тунă чухне вĕсене пулăшса тăмалла пулнă.
24
(1) Акă Аарон ывăлĕсен ушкăнĕсем: Аарон ывăлĕсем: Надав, Авиуд, Елеазар тата Ифамар.
(2) Надавпа Авиуд хăйсен ашшĕнчен маларах вилнĕ, вĕсен ывăл пулман, çавăнпа та священник ĕçĕсене Елеазарпа Ифамар ĕçленĕ.
(3) Елеазар ывăлĕсемпе Ифамар ывăлĕсене Давид, черетпе ĕçлесе тăччăр тесе, икĕ ушкăна пайланă, ăна Елеазар тăхăмĕ Садок тата Ифамар тăхăмĕ Ахимелех пулăшса тăнă.
(4) Елеазар йăхĕнче ăру пуçĕсем Ифамар йăхĕнчи ăру пуçĕсенчен ытларах пулнă. Елеазар йăхĕнче вĕсем вунулттă, Ифамар йăхĕнче саккăр пулнă.
(5) Вĕсене — Елеазарпа Ифамар ывăлĕсене — шăпа ярса уйăрнă, вĕсем ĕнтĕ сăваплă пÿлĕмре Турă умĕнче тăмалли тĕп çынсем пулнă.
(6) Çакна çырса пыраканĕ Шемаия — Нафанаил ывăлĕ, Левитçыруçă — пулнă, çырасса вăл патша умĕнче, аслă çынсем умĕнче, Садок священник умĕнче, Авиафар ывăлĕ Ахимелех умĕнче, священниксен тата Левитсен кил-йышĕсен пуçĕсем умĕнче çырса тăнă: шăпа туртнă чухне пĕрре Елеазар йăхĕн çынни, тепре Ифамар йăхĕн çынни шăпа туртнă.
(7) Пĕрремĕш шăпа Иегоиарива тухнă, иккĕмĕшĕ — Иедаияна,
(8) виççĕмĕшĕ — Харима, тăваттăмĕшĕ — Сеорима, пиллĕкĕмĕшĕ — Малхие, улттăмĕшĕ — Миямина,
(10) çиччĕмĕшĕ — Гаккоца, саккăрмĕшĕ — Авияна,
(11) тăххăрмĕшĕ — Иешуя, вуннăмĕшĕ — Шеханияна,
(12) вунпĕрмĕшĕ — ЕлиаШива, вуниккĕмĕшĕ — Иакима,
(13) вунвиççĕмĕшĕ — Хушая, вунтăваттăмĕшĕ — Иешевава,
(14) вунпиллĕкĕмĕшĕ — Вилгана, вунулттăмĕшĕ — Имера,
(15) вунçиччĕмĕшĕ — Хезира, вунсаккăрмĕшĕ — Гапицеца,
(16) вунтăххăрмĕшĕ — Петахияна, çирĕммĕшĕ — Иезекииле,
(17) çирĕм пĕрремĕшĕ — Иахина, çирĕм иккĕмĕшĕ — Гамула,
(18) çирĕм виççĕмĕшĕ — Делаияна, çирĕм тăваттăмĕшĕ Маазияна тухнă.
(19) Çакă çынсене ĕнтĕ Çÿлхуçа Çуртĕнче ĕçлеме суйласа илнĕ, çав ĕçе вĕсен черетпе, Израилĕн Çÿлхуçа Турри Аарона халалласа хăварнă йĕрке тăрăх туса тăмалла пулнă.
(20) Левийĕн ытти ывăлĕсем: Амрам ывăлĕсенчен: Шуваил; Шуваил ывăлĕсенчен: Иедия;
(21) Рехавия ăрăвĕнчен: Рехавия ывăлĕсенчен Ишшия пĕрремĕшĕ пулнă;
(22) Ицгар ăрăвĕнчен: Шеломоф; Шеломоф ывăлĕсенчен: Иахав;
(23) Хеврон ывăлĕсенчен: пĕрремĕшĕ — Иерия, иккĕмĕшĕ — Амария, виççĕмĕшĕ — Иахазиил, тăваттăмĕшĕ — Иекамам.
(24) Озиил ывăлĕсенчен: Миха; Миха ывăлĕсенчен: Шамир.
(25) Миха пĕртăванĕ Ишшия; Ишшия ывăлĕсенчен: Захария.
(26) Мерари ывăлĕсем: Махли тата Муши; Иаазия ывăлĕсенчен: Бено.
(27) Мерари ывăлĕн Иаазиян ывăлĕсенчен: Бено тата Шогам, Заккур тата Иври.
(28) Махли ывăлĕ — Елеазар; Елеазарăн ывăл пулман.
(29) Кисăн: унăн ывăлĕсенчен: Иерахмиил;
(30) Муши ывăлĕсем: Махли, Едер тата Иеримоф. Кусем — Левитсен, вĕсен ăрăвĕсен ывăлĕсем.
(31) Вĕсем те шăпа туртнă: Давид патша умĕнче, Садок па Ахимелех умĕнче, священниксемпе Левитсен кил-йышĕсен пуçĕсен умĕнче хăйсен тăванĕсемпе, Аарон ывăлĕсемпе, пĕр танах шăпа туртнă, кил-йыш пуçĕсем хăйсен кĕçĕн тăванĕсемпе пĕр тан пулнă.
25
(1) Давидпа çарпуçсем ĕнтĕ Асаф, Еман тата Идифун ывăлĕсене ятарлă ĕç валли уйăрса илнĕ: вĕсен псалтирьпе цитра каласа, кимвал çапса Турра аслăламалла пулнă; çав ĕçе тăвакансенĕн йышĕ:
(2) Асаф ывăлĕсенчен: Заккур, Иосиф, НЕфания тата Ашарела; ывăлĕсене Асаф хăй ертсе пынă, кĕвĕ сăпрайĕсене вăл патша вĕрентнĕ пек каланă.
(3) Идифунран — Идифун ывăлĕсем: ГедаЛия, Цери, Исаия, Семей, Хашавия тата Маттафия — улттăн; вĕсене хăйсен ашшĕ Идифун — Çÿлхуçана аслăласа, мухтаса цитра калаканскер — ертсе пынă;
(4) Еманран — Еман ывăлĕсем: Буккия, Матфания, Озиил, Шевуил, Иеримоф, Ханания, Ханани, Елиафа, Гиддалти, РомамтиЕзер, Иошбекаша, Маллофи, Гофир тата Махазиоф.
(5) Кусем пурте — Еман ывăлĕсем; Еман вăл патшанăн витĕркуранĕ пулнă, унăн мăйраки Турă сăмахĕпе çĕкленнĕ: Турă ăна вунтăватă ывăлпа виçĕ хĕр панă.
(6) Вĕсем пурте ашшĕ ертсе пынипе кимвал çапса, псалтирьпе цитра каласа Çÿлхуçа Çуртĕнче юрланă, çапла вĕсем Турă Çуртĕнче ĕçлесе тăнă, патша мĕн хушнине е Асаф, е Идифун, е тата Еман кăтартнине туса пынă.
(7) Вĕсене те, вĕсенĕн тăванĕсене те Çÿлхуçа умĕнче юрлама вĕрентнĕ, çак ĕçе пĕлекенсем мĕнпурĕ икçĕр сакăрвун çын пулнă.
(8) Çак ĕçе черетпе туса тăма, вĕсем — аслисемпе кĕçĕннисем те, вĕрентекенсемпе вĕренекенĕсем те — пĕр тан шăпа янă.
(9) Пĕрремĕш шăпа Асафа, Иосиф валли, тухнă; иккĕмĕшĕ — ГедаЛийăпа унăн тăванĕсемпе ывăлĕсене; вĕсем вуниккĕн пулнă;
(10) виççĕмĕшĕ — Заккурпа унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн; итăваттăмĕшĕ — Ицрийпе унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(12) пиллĕкĕмĕшĕ — Нeфанийăпа унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(13) улттăмĕшĕ — Буккияпа унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(14) çиччĕмĕшĕ — Иесарелăпа унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(15) саккăрмĕшĕ — Исаийăпа унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(16) тăххăрмĕшĕ — Матфанияпа унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(17) вуннăмĕшĕ — Шимейпе унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(18) вунпĕрмĕшĕ — Азариилпа унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(19) вуниккĕмĕшĕ — Хашавияпа унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(20) вунвиççĕмĕшĕ — Шуваилпа унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(21) вунтăваттăмĕшĕ — Маттафияпа унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(22) вунпиллĕкмĕшĕ — Иеримофпаунăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(23) вунулттăмĕшĕ — Хананияпа унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(24) вунçиччĕмĕшĕ — Иошбекашăпа унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(25) вунсаккăрмĕшĕ — Хананипе унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(26) вунтăххăрмĕшĕ — Маллофийпе унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(27) çирĕммĕшĕ — Елиафпа унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(28) çирĕм пĕрремĕшĕ — Гофирпа унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(29) çирĕм иккĕмĕшĕ — Гиддалтипе унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(30) çирĕм виççĕмĕшĕ — Махазиофпа унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн;
(31) çирĕм тăваттăмĕшĕ — РомамтиЕзерпа унăн ывăлĕсемпе тăванĕсене; вĕсем — вуниккĕн.
26
(1) Акă хапха хуралçисен ушкăнĕсем: Корей ăрăвĕнчен: Корей ывăлĕ Мешелемия, вăл — Асаф ывăлĕсенчен.
(2) Мешелемия ывăлĕсем: малтанхи — Захария, иккĕмĕшĕ — Иедиаил, виççĕмĕшĕ — Зевадия, тăваттăмĕшĕ — Иафниил,
(3) пиллĕкĕмĕшĕ — Елам, улттăмĕшĕ — Иегоханан, çиччĕмĕшĕ — Елиегоэнай.
(4) ОведЭдом ывăлĕсем: малтанхи — Шемаия, иккĕмĕшĕ — Иегозавад, виççĕмĕшĕ — Иоах, тăваттăмĕшĕ — Сахар, пиллĕкĕмĕшĕ — Нафанаил,
(5) улттăмĕшĕ — Аммиил, çиччĕмĕшĕ — Иссахар, саккăрмĕшĕ — Пеульфай, ĕнтĕ Турă ОведЭдома пиллĕх панă.
(6) Унăн Шемаия ятлă ывăлĕн те хăйсен ăрăвĕнче пуç пулса тăракан ывăлсем çуралнă, вĕсем паттăр çынсем пулнă.
(7) Шемаия ывăлĕсем: Офни, РЕфаил, Овед тата Елзавад, унăн тăванĕсем, вăйлă çынсем: ЕЛия, Семахия [тата Иеваком].
(8) Çак çынсем пурте ОведЭдом тăхăмĕсем пулнă; вĕсем, вĕсенĕн ывăлĕсем, вĕсенĕн тăванĕсем пултаруллă та тăрăшуллă çынсем пулнă: вĕсем ОведЭдомăн утмăл иккĕн пулнă.
(9) Мешелемиян пултаруллă ывăлĕсем, тăванĕсем пурĕ вунсаккăрăн пулнă.
(10) Мерари йăхĕнчи Хоса ывăлĕсем: асли — Шимри, вăл малтанхи ывăл пулман пулсассăн та, ашшĕ ăна асли пулма лартнă; пиккĕмĕшĕ — Хелкия, виççĕмĕшĕ — ТеваЛия, тăваттăмĕшĕ — Захария; Хосан ывăлĕсемпе тăванĕсем пурĕ вунвиççĕн пулнă.
(12) Çак çынсем — хапха хуралçисен пуçлăхĕсем, вĕсем — кил-йыш пуçĕсем, вĕсен тăванĕсемпе пĕрле Çÿлхуçа Çуртĕнче ĕçлемелле пулнă.
(13) Кашни хапха тĕлĕшĕнчен вĕсем хăйсен кил-йышĕ тăрăх асли те, кĕçĕнни те шăпа сиктернĕ.
(14) Шелемияна шăпа тухнă — унăн тухăç енчи хапхана сыхламалла пулнă; Захарийăна — унăн ывăлне, ăслă канашçăна — шăпа ярсассăн çурçĕр енĕ тухнă;
(15) ОведЭдома кăнтăр енĕ тухнă, унăн ывăлĕсене вара тĕрлĕ пурлăх управăшĕсем лекнĕ.
(16) Шупимпа Хосан анăç енче Шаллехет хапхи умĕнче тăмалла пулнă, ку вырăнта çул тăвалла хăпарнă. Хуралçăсем тĕлметĕл тăнă.
(17) Тухăç енче кунсерен — ултшар Левит, çурçĕр енче кунсерен — тăватшар, кăнтăр енче кунсерен — тăватшар, пурлăх управăшĕсем патĕнче икшер Левит тăнă.
(18) Анăç енчи картишĕнче тăватă хуралçă, картиш енне каякан çул çинче икшер хуралçă тăнă.
(19) Çаксем ĕнтĕ — хапха хуралçисен, Корей ывăлĕсемпе Мерари ывăлĕсен, ушкăнĕсем.
(20) Левитсемех, вĕсен тăванĕсем, Турă Çуртĕнчи хаклă япаласене тата халалланă япаласен управăшĕсене пăхса тăнă;
(21) вĕсем Герсон ывăлĕн Лаеданăн ывăлĕсем пулнă. Лаеданран, Герсон ывăлĕнчен, кил-йыш пуçĕ Иехиел тухнă.
(22) Иехиел ывăлĕсем: ЗЕфампа унăн пĕртăванĕ Иоиль, вĕсем Çÿлхуçа Çуртĕнчи хаклă япаласен управăшĕсене пăхса тăнă;
(23) вĕсем çак ĕçе Амрам, Ицгар, Хеврон тата Озиил тăхăмĕсемпе пĕрле туса тăнă.
(24) Шевуил — Моисей ывăлĕн Гирсонăн ывăлĕ — хаклă япаласен управăшĕсене пăхса тăракансенĕн пуçлăхĕ пулнă.
(25) Елиезерăн, Шевуил пĕртăванĕн, Рехавия ятлă ывăл пулнă; Рехавия ывăлĕ — Исаия, Исаия ывăлĕ — Иорам, Иорам ывăлĕ — Зихрий, Зихрий ывăлĕ — Шеломиф.
(26) Шеломифпа унăн тăванĕсем вара Давид патшапа кил-йыш пуçĕсем, пинпÿсемпе çĕрпÿсем тата çарпуçсем Турра халалласа панă хаклă япаласен управăшĕсене пăхса тăнă.
(27) Вăрçăра туртса илнĕ тупăша вĕсем Çÿлхуçа Çуртне тытса тăма халалласа панă.
(28) Самуил пророк халаллани те, Кис ывăлĕ Саул, Нир ывăлĕ Авенир, Саруия ывăлĕ Иоав халалласа пани те пĕтĕмпех Шеломифпа унăн тăванĕсен аллинче пулнă.
(29) Ицгар ăрăвĕнчен: Хенанияпа ун ывăлĕсене, çыруçăсемпе тÿресем пулса, Израилĕн тулашри ĕçĕсене туса пыма уйăрнă.
(30) Хеврон ăрăвĕнчен: Хашавияпа ун тăванĕсем — хастар çынсем, пин те çичçĕр çын — Израильре, Иордан ку енчи анăç çĕрĕнче Çÿлхуçашăн мĕнле ĕçлесе тăнине, патша ĕçĕ мĕнле пулса пынине сăнаса тăнă.
(31) Хеврон çыннисен пуçлăхĕ Хеврон ăрăвĕн çынни Иерия пулнă. Да вид хĕрĕхмĕш çул патшара ларнă чухне вĕсене шута илсе тухнă, вĕсем хушшинче Галаад çĕрĕнчи Иазер хулинче хăюллă çынсем тупăннă.
(32) Вара Давид патша унăн тăванĕсене — пултаруллă çынсене, кил-йыш пуçĕсене, пурĕ пин те çичçĕр çынна — Рувимпа Гад йăхĕсем тата Манассиян çур йăхĕ Турă ĕçĕсене тата патша ĕçĕсене мĕнле туса тăнине пăхса тăма лартнă.
27
(1) Акă патшана ĕçлесе тăнă Израиль ывăлĕсем: вĕсем — кил-йыш пуçĕсем, пинпÿсем, çĕрпÿсем тата пăхавçăсем. Вĕсем, уйрăм ушкăнсене пайланса, уйăхсерен килекиле тăрса, çулталăк тăршшĕпех патшанăн мĕнпур ĕçне туса тăнă. Кашни ушкăнра тăватшар пин çын пулнă.
(2) Пĕрремĕш уйăхра ĕçлекен пĕрремĕш уйрăмăн пуçлăхĕ Завдиил ывăлĕ Иашовам пулнă; унăн уйрăмĕнче çирĕм тăватă пин çын пулнă;
(3) вăл Фарес ывăлĕсенчен пулнă, пĕрремĕш уйăхра ĕçлекен çарпуçсен пуçлăхĕ шутланнă.
(4) Иккĕмĕш уйăхăн уйрăмне Ахоха çынни Додай ертсе пынă; унăн уйрăмне Миклоф пуçлăх та кĕнĕ, унăн уйрăмĕнче те çирĕм тăватă пин çын пулнă.
(5) Виççĕмĕш çарпуçĕ Иодай священник ывăлĕ Ванея пулнă, вăл, чи аслă пуçлăх, виççĕмĕш уйăхăн уйрăмне ертсе пынă, унăн уйрăмĕнче те çирĕм тăватă пин çын пулнă;
(6) Ванея — вăтăр паттăртан пĕри тата вĕсен пуçлăхĕ, ун уйрăмĕнче хăйĕн ывăлĕ Аммизавад пулнă.
(7) Тăваттăмĕшĕ, тăваттăмĕш уйăхăн уйрăмне ертсе пыраканĕ Иоавпа пĕртăван Асаил пулнă, ун хыççăнхи пуçлăх ун ывăлĕ Завадия пулнă; Асаил уйрăмĕнче те çирĕм тăватă пин çын пулнă.
(8) Пиллĕкĕмĕшĕ, пиллĕкĕмĕш уйăхăн уйрăмне ертсе пыраканĕ Израх çынни Шамгуф пуçлăх пулнă, унăн уйрăмĕнче те çирĕм тăватă пин çын пулнă.
(9) Улттăмĕшĕ, улттăмĕш уйăхăн уйрăмне ертсе пыраканĕ Ира — Иккеш ывăлĕ, Фекоя çынни — пулнă, унăн уйрăмĕнче те çирĕм тăватă пин çын пулнă.
(10) Çиччĕмĕшĕ, çиччĕмĕш уйăхăн уйрăмне ертсе пыраканĕ Пелон çынни Хелец, Ефрем йăхĕнчен тухнăскер, пулнă, унăн уйрăмĕнче те çирĕм тăватă пин çын пулнă.
(11) Саккăрмĕшĕ, саккăрмĕш уйăхăн уйрăмне ертсе пыраканĕ Хуш çынни Совохай, Зара ăрăвĕнчен тухнăскер, пулнă, унăн уйрăмĕнче те çирĕм тăватă пин çын пулнă.
(12) Тăххăрмĕшĕ, тăххăрмĕш уйăхăн уйрăмне ертсе пыраканĕ Анафоф çынни Авиезер, Вениамин йăхĕнчен тухнăскер, пулнă, унăн уйрăмĕнче те çирĕм тăватă пин çын пулнă.
(13) Вуннăмĕшĕ, вуннăмĕш уйăхăн уйрăмне ертсе пыраканĕ Нетофа çынни Магарай, Зара ăрăвĕнчен тухнăскер, пулнă, унăн уйрăмĕнче те çирĕм тăватă пин çын пулнă.
(14) Вунпĕрмĕшĕ, вунпĕрмĕш уйăхăн уйрăмне ертсе пыраканĕ Пирафон çынни Ванея, Ефрем йăхĕнчен тухнăскер, пулнă, унăн уйрăмĕнче те çирĕм тăватă пин çын пулнă.
(15) Вуниккĕмĕшĕ, вуниккĕмĕш уйăхăн уйрăмне ертсе пыраканĕ Нетофа çынни Хелдай, Гофониил тăхăмĕ, пулнă, унăн уйрăмĕнче те çирĕм тăватă пин çын пулнă.
(16) Израиль йăхĕсен пуçлăхĕсем вара çаксем пулнă: Рувим ывăлĕсен — Зихри ывăлĕ Елиезер; Симеонăн — Мааха ывăлĕ Сафатия;
(17) Левийĕн — Кемуил ывăлĕ Хашавия; Ааронăн — Садок;
(18) Иудăн — Давид пиччĕшĕ Елиав; Иссахарăн — Михаил ывăлĕ Омри;
(19) Завулонăн — Овадия ывăлĕ Ишмаия; Неффалимăн — Азриил ывăлĕ Иеримоф;
(20) Ефрем ывăлĕсенĕн — Азазия ывăлĕ Осия; Манассия çур йăхĕн — Федаия ывăлĕ Иоиль;
(21) Галаад çĕрĕнчи Манассия çур йăхĕн — Захария ывăлĕ Иддо; Вениаминăн — Авенир ывăлĕ Иаасиил;
(22) Данăн — Иерохам ывăлĕ Азариил. Çаксем Израиль йăхĕсен пуçлăхĕсем пулнă.
(23) Давид çирĕм çулхисенчен кĕçĕнреххисене шута илмен, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Израиль халăхне тÿпери çăлтăрсем пекех йышлăлатăп, тенĕ.
(24) Иоав, Саруия ывăлĕ, халăх йышне шутлама пуçланă пулнă, анчах ĕçне вĕçлеймен. Çакăншăн Çÿлхуçа Израиле çилленнĕ, вара çав шутлав Давид патшанăн çулсеренхи кĕнекине кĕреймен.
(25) Патша пурлăхне Адиил ывăлĕ Азмавеф сыхланă, уйхирти, хуласемпе ялсенчи тата пашнесенчи пурлăха вара Уззия ывăлĕ Иоанафан пăхса тăнă;
(26) уйхирте çĕр ĕçĕ тăвакансене — Хелув ывăлĕ Езрий;
(27) иçĕм çырли пахчисене — Рама çынни Шимей, иçĕм çырли эрехне упракан вырăнсене — Шефам çынни Завдий;
(28) айлăмри çу йывăçĕсемпе смоква йывăçĕсене — Гедер çынни БаалХанан, йывăç çăвне — Иоас;
(29) Шаронра кĕтÿре çÿрекен шултăра выльăха — Шарон çынни Шитрай, айлăмри выльăха — Адлай ывăлĕ Шафат;
(30) тĕвесене — Исмаил çынни Овил, ашаксене — Мерониф çынни Иехдия;
(31) вак выльăха Агарь çынни Иазиз пăхса тăнă. Кусем пурте Давид патшан пурлăхĕпе хуçалăхне тĕрĕслесе тăракан пуçлăхсем пулнă.
(32) Ионафан, Давид пиччĕшĕ, канашçă пулнă, вăл ăслă çын, çыруçă пулнă; Хахмоний ывăлĕ Иехиил патша ачисем çумĕнче пулнă;
(33) патша канашçи Ахитофел пулнă; Архи çынни Хусий вара патшан тусĕ пулнă;
(34) Ахитофел хыççăнхи канашçăсем — Ванея ывăлĕ Иодай тата Авиафар; Иоав вара патшан çарпуçĕ пулнă.
28
(1) Давид ĕнтĕ Израилĕн мĕнпур çулпуçне, йăх пуçĕсене, çар ушкăнĕсен пуçлăхĕсене, патшашăн ĕçлекенскерсене, тата пинпÿсемпе çĕрпÿсене, патшанăн мĕнпур пурлăхĕпе хуçалăхне, кĕтĕвĕсене пăхса тăракансене, хăйĕн ывăлĕсемпе хайрансене, çарпуçсене, пĕтĕм паттăр ара Иерусалима пуçтарнă.
(2) Давид ура çине тăнă та çапла каланă: итлĕр мана, тăванăмсем, халăхăм! Çÿлхуçа халалĕн арчи валли канлĕ Çурт тăвас шухăш, Туррăмăр валли ура сакки тăвас шухăш яланах чĕремреччĕ, эпĕ ĕнтĕ ăна тума мĕн кирлине хатĕрленĕччĕ.
(3) Анчах Турă мана каларĕ: санăн Ман ятăмпа Çурт лартма тивĕç çук, мĕншĕн тесессĕн эсĕ вăрçă вăрçнă çын, эсĕ юн юхтарнă, терĕ.
(4) Çапах та Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕ аттемĕн пĕтĕм килĕнчен ĕмĕрĕпе Израиль патши пулма мана суйласа илчĕ, ĕнтĕ Вăл Иудăна çулпуç пулма суйланă, аттемĕн килĕ вара Иудăн килĕнче шутланать; аттемĕн ывăлĕсенчен вара пĕтĕм Израиль патшине лартма мана кăмăл тунă,
(5) манăн мĕнпур ывăлăмран,— Çÿлхуçа мана нумай ывăл пачĕ, — Вăл Соломон ывăлăма Çÿлхуçа патшалăхĕн аслă пуканĕ çинче ларма, Израиль патши пулма суйласа илчĕ,
(6) вара мана çапла каларĕ: Манăн Çуртăма, Манăн картишĕмсене Соломон ывăлу тăвĕ, Эпĕ ăна Хамăн ывăлăм пулма суйласа илтĕм, Эпĕ вара унăн ашшĕ пулăп,
(7) Манăн ÿкĕтĕмсене, Эпĕ хывнă йĕркесене хальчченхи пекех пурăнăçа килтерсе пырсассăн, унăн патшалăхне ĕмĕрлĕхе çирĕплетĕп, терĕ.
(8) Халĕ ĕнтĕ пĕтĕм Израиль куçĕ умĕнче, Çÿлхуçа пухăвĕ умĕнче Туррăмăр илтмелле калатăп: Çÿлхуçа Туррăмăрăн мĕнпур ÿкĕтне уяса пурăнăр, вĕсенчен ан пăрăнăр, çавăн чухне тин çак ырă çĕре тытса тăма, ăна ĕмĕрлĕхе ачăрсене еткерлĕхе хăварма пултарайăр;
(9) эсĕ вара, Соломон ывăлăм, хăвăн аçун Туррине ан пăрах, пĕтĕм чĕрÿпе те чунупа Уншăн ĕçле, мĕншĕн тесессĕн Турă пур чĕрене те тĕрĕслесех тăрать, шухăш хусканăвне те пĕлет. Ăна шыратăн пулсассăн, тупăн Ăна, Ăна пăрахатăн пулсассăн, Вăл та сана яланлăхах пăрахĕ.
(10) Асту, Çÿлхуçа сана таса Çурт тума суйласа илнĕ пулсассăн, çирĕп пул та ĕçле, тенĕ. пДавид вара Соломона, хăйĕн ывăлне, Турă Çурчĕн ĕлкине, ун пăлтăрĕн ĕлкине, хуралчĕсен, пÿлĕмĕсен, кĕлечĕсен, çÿлти пÿлĕмсемпе шалти пÿлĕмсен, саккун арчи пÿлĕмĕн ĕлкисене панă,
(12) чĕринче шухăшласа хунă ĕлкесене, Çÿлхуçа Çурчĕн картишĕсен ĕлкине, Çÿлхуçа Çурчĕ тавра вырăнаçнă пÿлĕм сен, Турă Çурчĕн мул управăшĕсен, Ун ячĕпе кÿнĕ япаласен управăшĕсен ĕлкине,
(13) священниксемпе Левитсен пÿлĕмĕсен, Çÿлхуçа Çуртĕнчи тĕрлĕ ĕç тумалли пÿлĕмсен ĕлкине, Çÿлхуçа Çуртĕнчи савăтсен,
(14) Турра ĕçлесе тăнă чухне тыткаламалли ылтăн савăтсемпе кĕмĕл савăтсен ĕлкине панă, вĕсене тума кашни савăчĕ валли мĕн чухлĕ ылтăнкĕмĕл кирлине каласа панă.
(15) Çутаткăçсемпе ылтăн лампадăсем валли, кашни çутаткăçпа лампада виçине палăртса, ылтăн панă; çавăн пекех кĕмĕл çутаткăçсем валли, кашни çутаткăçăн, кашни лампАдăн виçине палăртса, вĕсемпе хăш тĕлте усă курмаллине шута илсе, кĕмĕл панă;
(16) парне çăкăрĕсем хумалли сĕтел тума, ылтăн сĕтелсем тума, кĕмĕл сĕтелсем тума ылтăн тата кĕмĕл панă;
(17) таса ылтăнран тумалли кашни япалан виçине палăртса, юплешкесем, чашăксем, сирпĕтмелли савăтсем валли ылтăн панă; кашни савăтăн виçине палăртса, кĕмĕл савăтсем валли кĕмĕл панă;
(18) ырă шăршă тĕтĕрсе кÿмелли парне вырăнне шăратнă ылтăнран тума, виçине палăртса, ылтăн панă; Турă урапине, саккун арчи çийĕн çунаттисене сарса тăракан херувимсене, тума ылтăн панă.
(19) Давид çапла каланă: эпĕ çакна пурне те Çÿлхуçа пĕлтерсе тăнипе çырнă, Вăл мана çак ĕçе мĕнле тумаллине вĕрентрĕ, тенĕ.
(20) Давид хăйĕн Соломон ывăлне тата каланă: çирĕп те хăюллă пул, ан хăра, ан сехĕрлен — Çÿлхуçа Турă, манăн Туррăм, санпа пĕрле пулĕ; Çÿлхуçа Çурчĕ валли тумалли пĕтĕм ĕçе вĕçличчен Вăл санран пăрăнмĕ, сана пăрахмĕ.
(21) Акă Турă Çуртĕнчи тĕрлĕрен ĕçсене туса тăракан священниксемпе Левитсен ушкăнĕсем. Санăн кирек мĕнле ĕç валли те тăрăшуллă, ăста çынсем пур; пуçлăхсем те, пĕтĕм халăх та эсĕ мĕн хушнине тума хатĕр, тенĕ.
29
(1) Вара Давид патша пухăва çапла каланă: Турă пĕртенпĕр суйласа илнĕ ывăлăм Соломон çамрăк та хевтесĕрха, ĕçĕ ку вара аслă: Çурчĕ этем валли марçке, Çÿлхуçа Турă валли.
(2) Эпĕ халăм çитнĕ таран Туррăм Çурчĕ валли мĕн кирлине турăм: ылтăн япаласем валли ылтăн, кĕмĕл япаласем валли кĕмĕл, пăхăр япаласем валли пăхăр, тимĕр япаласем валли тимĕр, йывăç япаласем валли йывăç, харшана лартмалли оникс чулĕ, илемлĕ те тĕрлĕ тĕслĕ чулсем, хаклă йышши чулсем тата темĕн чухлĕ мрамор хатĕрлерĕм,
(3) манăн хамăн та ылтăнкĕмĕл пурлăхăм пур, Туррăм Çуртне юратнăран эпĕ ăна та Туррăм Çурчĕ валли паратăп; ку ĕнтĕ Сăваплă Çурт валли хатĕрленĕ пурлăх çумне хушса пани пултăр:
(4) çуртсен стенисене сăрма виçĕ пин талант ылтăн, Офир ылтăнĕ, çичĕ пин талант таса кĕмĕл паратăп,
(5) çакă ĕнтĕ ылтăн япала тума, кĕмĕл япала тума, ÿнерçĕсен алли тăвакан япала валли пултăр. Паян тата камăн та пулсан Çÿлхуçана парне кÿме кăмăл пури?
(6) Вара кил-йыш пуçĕсемпе Израиль йăхĕсен пуçĕсем, пинпÿсемпе çĕрпÿсем, патша хуçалăхĕн пуçлăхĕсем парне кÿме тытăннă.
(7) Турă Çуртне тума пилĕк пин талант та вунă пин драхма ылтăн, вунă пин талант кĕмĕл, вунсакăр пин талант пăхăр тата çĕр пин талант тимĕр панă.
(8) Камăн хаклă чул пулнă, вĕсем ĕнтĕ çавна Çÿлхуçа Çурчĕн мул управăшне илсе пынă, Герсон çынни Иехиил аллине панă.
(9) Хăйсен пуçлăхĕсем çапла тăрăшнăшăн халăх çав тери савăннă, мĕншĕн тесессĕн лешĕсем Çÿлхуçана пĕтĕм чĕререн парне кÿнĕ, çавăн пекех Давид патша та чунтанах савăннă.
(10) Вара Давид пĕтĕм пуху умĕнче Çÿлхуçана мухтавланă: Израилĕн Çÿлхуçа Турри, аттемĕрсенĕн Турри, Эсĕ ĕмĕрĕмĕрех мухтавлă!
(11) Эй Çÿлхуçа, аслăлăх та, хăват та, чап та, çĕнтерÿ те, мухтав та — Санăн, тÿпере, çĕр çинче мĕн пурри те — Санăн; эй Çÿлхуçа, патшалăх та — Санăн, Пурне те Тытса Тăракан, Эсĕ — пуринчен те аслă.
(12) Пуянлăхпа чап та Санран килет, Эсĕ мĕн пуррине тытса тăратăн, Санăн аллунта — вăй та хăват, Эсĕ кирек кама та аслă та хăватлă тума пултаратăн.
(13) Халĕ эпир, Туррăмăр, Сана тав тăватпăр, Санăн аслă ятна мухтавлатпăр.
(14) Çапла парне кÿмешкăн кам ĕнтĕ эпĕ, камах манăн халăхăм? Çакна пĕтĕмпех Эсĕ панă, эпир Санăн аллунтан илнинех Сана патăмăр,
(15) мĕншĕн тесессĕн эпир Сан умăнта — çулçÿревçĕсем кăна, аттемĕрсем пек, аякран куçса килнĕ çынсем эпир, çĕр çинчи кунăмăрсем ĕмĕлке пек, шанчăксăр, иртеççĕ.(16) Эй Çÿлхуçа Туррăмăр! эпир Санăн Çуртна, Санăн сăваплă яту ячĕпе лартакан Çуртна, тумашкăн хатĕрленĕ çак пысăк пурлăх пĕтĕмпех Санăн аллунтан килнĕ, пĕтĕмпех Санăн вăл.
(17) Эй Туррăмçăм, Эсĕ чĕрене сăнанине, таса чĕреллине юратнине пĕлетĕп; эпĕ çакна пĕтĕмпе таса чĕремрен парнелерĕм, халĕ вара кунта пуçтарăннă Сан халăху та хаваспах Сана парне кÿнине куратăп.
(18) Эй Çÿлхуçа, Авраамăн, Исаакăн, Израилĕн, аттемĕрсенĕн Турри! çакна, Хăвăн халăхун паянхи шухăшкăмăлне, ĕмĕрлĕхех упраса хăварсамччĕ, вĕсенĕн чĕрине Хăвăн еннелле çавăрсамччĕ.
(19) Соломон ывăлăма вара Хăвăн ÿкĕтÿсене, Ху панă йĕркесене, Ху пĕлтернĕ йĕркесене уяса пурăнмашкăн тĕрĕс чунчĕре парсамччĕ, эпĕ мĕн шутланине вăл пурăнăçа килтертĕр, эпĕ лартма хатĕрленнĕ Çурта вăл туса ларттăр, тенĕ.
(20) Давид ĕнтĕ пĕтĕм халăха каланă: Çÿлхуçа Туррăмăра тав туса мухтар, тенĕ. Пĕтĕм пуху вара ашшĕсенĕн Çÿлхуçа Туррине тав туса мухтанă, Çÿлхуçана тата патшана çĕре ÿксе пуççапнă.
(21) Çакăн хыççăн тепĕр кунхине Çÿлхуçана парнесем кÿнĕ: пĕтĕмĕшпе çунтарса пин пăру, пин така, пин путек кÿнĕ, вĕсемпе пĕрле эрех те кÿнĕ; пĕтĕм Израилыиĕн питех те нумай парне хывнă.
(22) Çав кун Çÿлхуçа умĕнче ĕçсе çинĕ, тем тĕрлĕ савăннă; тепĕр кунне вара Давид ывăлне Соломона иккĕмĕш хут патша пулма Çÿлхуçа умĕнче çу сĕрнĕ, Садока священник пулма çу сĕрнĕ.
(23) Соломон вара Çÿлхуçанăн аслă пуканĕ çине, хăйĕн ашшĕ Давид вырăнне, патша пулма ларнă, унăн ĕçĕсем ăнăçса пынă, ăна пĕтĕм Израиль пăхăнса тăнă.
(24) Пуçлăхсем те, çулпуçсем те, çавăн пекех Давид патша ывăлĕсем те пурте Соломон патшана пăхăннă.
(25) Çÿлхуçа Соломона пĕтĕм Израиль умĕнче асла кăларнă, ăна халиччен пĕр Израиль патши те курман чап парнеленĕ.
(26) Иессей ывăлĕ Давид пĕтĕм Израиль патши пулнă.
(27) Вăл Израильре хĕрĕх çул хушши патша пулнă: Хевронра вăл çичĕ çул, Иерусалимра вăтăр виçĕ çул патшара ларнă.
(28) Ырă ватлăхра, пурăнăçпа, пуянлăхпа, чаппа туллин киленсе вилнĕ вăл, вара ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Соломон, ларнă.
(29) Давид патшанăн малтанхи тата кайранхи ĕçĕсем çинчен Самуил витĕркуран, Нафан пророк тата Гад витĕркуран çырса хăварнă,
(30) унта унăн мĕнпур ĕçнехĕлне, унăн паттăрлăхне, унăн пурăнăçĕнче тата Израильре, тата çĕр çинчи ытти патшалăхсенче мĕнмĕн пулса иртнине çырса кăтартнă.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓