Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Çулсеренхи Иккĕмĕш Кĕнеке
1
(1) Соломон ĕнтĕ, Давид ывăлĕ, хăйĕн патшалăхĕнче тĕрек илсе çирĕплен се çитнĕ; Çÿлхуçа, хăйĕн Турри, пĕрле пулнă унăн, çÿле çĕкленĕ ăна.
(2) Соломон пĕтĕм Израиле: пинпÿсемпе çĕрпÿсене, тÿресене, Израильре пуçлăхра тăракансе не пурне те — ăру пуçĕсене — пухăнма хушнă.
(3) Вара Соломон тата пухăннă пĕтĕм халăх Гаваонри сăрт тÿпемне тухса кай нă, мĕншĕн тесессĕн унта пĕрле пухăнса Турра кĕлтумалли кĕлĕ чатăрĕ, Çÿлхуçа чури Моисей пушхирте тунăскер, пулнă.
(4) Турă саккунĕн арчине Давид унччен Ки риафИарим хулинчен Иерусалима, кĕлĕ чатăрĕ лартса хатĕрленĕ вырăна, илсе килнĕ пулнă.
(5) Веселеил — Оров ывăлĕн Уриян ывăлĕ — тунă пăхăр парне вырăнĕ вара çавăнтах, Çÿлхуçанăн кĕлĕ чатăрĕ умĕнчех, юлнă; Соломон ĕнтĕ ăна пĕрле пынă ушкăнпа шыраса тупнă.
(6) Çавăнта, пуху чатăрĕ умĕнчи пăхăр парне вырăнĕ çинче, Соломон пĕтĕмĕшпе çунтарса па ракан парнесем Турра пин парне кÿнĕ.
(7) Çав каçхине çĕрле Соломона Турă ку рăнса каланă: Манăн мĕн парас сана, ыйт, тенĕ.
(8) Соломон Турра каланă: Эсĕ манăн Давид аттеме пысăк ырăлăх туса патăн, мана ун вырăнне патшана лартрăн, те нĕ.
(9) Эй Çÿлхуçа Туррăм, Санăн Давид аттеме панă сăмаху вырăна килтĕрччĕ. Эсĕ мана тусан пĕрчи пек йышлă халăх патшине лартрăн,
(10) халĕ ĕнтĕ мана ăслă лăхпа пĕлÿ парсамччĕ: çак халăх умĕнче тухмакĕме пĕлем эпĕ, унсăрăн Санăн çак аслă халăхна кам йĕркелесе тытса тăма пултарайтăр? тенĕ Соломон. пТурă Соло мона каланă вара: сан чĕрÿнте çакă пул нăшăн, эсĕ пуянлăхпа пурлăх, чап тата хăвăн тăшманусен чунĕсене ыйтманшăн, тата вăрăм кунçул та ыйтманшăн, Эпĕ сана патшана лартса хăвăн аллуна панă Ман халăхăма йĕркелесе тытса тăма ăс лăлăхпа пĕлÿлĕх ыйтнăшăн
(12) ăслăлăхпа пĕлÿ те пулĕ санăн, пуянлăхпа пурлăхне, чапне вара Эпĕ сана çав таран парăп,— ун пекки патшасенĕн санччен те пулман, сан хыççăн та пулмĕ, тенĕ.
(13) Соломон ĕнтĕ Гаваонри сăрт тÿпемĕн чен, пĕрле пухăнса кĕлтумалли кĕлĕ ча тăрĕ патĕнчен, патшара ларса Израиле тытса тăма каялла Иерусалима таврăн нă,
(14) Соломон çар ураписемпе юланутсем пухса тултарнă; çапла унăн пин те тăват çĕр çар урапи, вуникĕ пин юланут пул нă; вĕсене вăл çар ураписен хулисенче вырăнаçтарса тухнă, Иерусалимра патша çумĕнче те тытнă.
(15) Тата патша Иеруса лимра ылтăнпа кĕмĕле [ахаль] чулпа пĕр хака ÿкернĕ, кедр йывăçне вара, питĕ нумаййине кура, айлăмсенчи сикомор йывăçĕпе пĕр хака хăварнă.
(16) Утурхамах не Соломон валли Египетпа Куваран кÿр се тăнă: патша купсисем вĕсене Куваран укçалла илеиле килнĕ.
(17) Çар урапине ултçĕр сикль кĕмĕлле, утне çĕр аллăпа Египетра туянса кÿрсе тăнă. Çавăн пек йĕркепех вĕсем çакна хетсен патшисемпе арамейсен патшисене те кÿрсе тăнă. З(1) Ĕнтĕ Соломон Çÿлхуçа ячĕпе Çурт лартма, хăй валли патша килçурчĕ çавăрма шухăш тытнă.
(2) Вара вăл йывăр япаласем çĕклеме çитмĕл пин çын, ту сем хушшинче чул кăларса чул касма сакăрвунă пин çын тата вĕсене ĕçре пăхса тăма виçĕ пин те ултçĕр пуçлăх уйăрнă.
(3) Соломон ĕнтĕ Тир патши Хирам патне çапла калама янă: эсĕ манăн Давид ат темпе мĕнле пулнă, ăна хăй валли çурт лартма кедр йывăçĕ кÿрсе тăнă, манпа та çаплах пулсамччĕ, тенĕ.
(4) Акă эпĕ Çÿл хуçа Туррăм ячĕпе, Ăна халалласа, Çурт лартатăп: ĕнтĕ Унăн умĕнче ырă шăршă тĕтĕрмелле пултăр, Турă умне ялан пар не çăкăрĕсем хурса тăмалла пултăр, Израиле ĕмĕрлĕхе хушнă пек, кашни шăматкун ирĕнкаçăн тата çĕнĕ уйăхсе рен те, Çÿлхуçа Туррăмăр уявĕсенче те пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесем кÿрсе тăмалла пултăр.
(5) Эпĕ лартакан Çурт пысăк, мĕншĕн тесессĕн пирĕн Тур рăмăр — аслă, пур турăран та аслă.
(6) Ун валли Çурт лартма камăн та пулин вăй çитейĕши — Ăна тÿпе те, вĕçĕхĕррисĕр тÿпе те шăнăçтараймастьçке! Ун валли Çурт тума пултарас пур — кам вара эпĕ? Унăн умĕнче тĕтĕркĕчпе тĕтĕрме юрăхлă пулинех.
(7) Ĕнтĕ ман патăма ылтăнран, кĕмĕлтен, пăхăртан, тимĕртен тата хĕр хĕлтĕм тĕслĕ çипрен, йăм хĕрлĕ, кăвак тĕслĕ çипрен япаласем ăсталама пул таракан çын ярсамччĕ, вăл чĕнтĕрлесе каскалас ĕçе те пĕлтĕр, вăл манăн ÿнер çĕсемпе — Иудея тата Иерусалим ÿнерçи семпе, Давид аттем çак ĕç валли хатĕрле нĕскерсемпе — ĕçлетĕр.
(8) Тата Ливанран кедр йывăçĕпе кипарис, певг йывăçĕ ярса пар: санăн чурусем Ливан йывăçне касма ăстине пĕлетĕп эпĕ. Акă ĕнтĕ манăн чура сем санăн чурусемпе пĕрле кайĕç,
(9) вĕсем ман валли нумай йывăç касса хатĕрлĕç, мĕншĕн тесессĕн эпĕ лартас Çурт аслă та чаплă пулмалла.
(10) Акă ĕнтĕ эпĕ йывăç касакансене, санăн чурусене, ĕçмеçиме çирĕм пин кор тулă, çирĕм пин кор урпа, çирĕм пин бат эрех, çирĕм пин бат йывăç çăвĕ паратăп, тенĕ Соломон патша. пХирам, Тир патши, Соломона çыру яр са хуравланă: Хăйĕн халăхне юратнăран Çÿлхуçа сана çав халăх патшине лартнă, тенĕ.
(12) Тата Хирам каланă: тÿпепе çĕре пултарнă, Давид патшана тăнпуçпа шу хăшлама пĕлекен ăслă ывăл панă Изра илĕн Çÿлхуçа Туррийĕ мухтавлă, — çав ывăл Çÿлхуçа ячĕпе Çурт лартас, хăй валли патша килçурчĕ çавăрас шутлă, тенĕ.
(13) Апла эпĕ сана ХирамАвие, ăслă та пĕлÿллĕ çынна, ярса паратăп,
(14) вăл Дан йăхĕнчен тухнă хĕрарăм ывăлĕ, ашшĕ вара — Тир çынни; вăл ылтăнпа кĕмĕл тен, пăхăртан, тимĕртен, чулпа йывăçран, хĕрхĕлтĕм тĕслĕ, кăвак тĕслĕ çипрен, виссонран, йăм хĕрлĕ пиртен япаласем ! ăсталама пĕлет, тем тĕрлĕ чĕнтĕрлесе касса кăларма та ăста, хăвăн ÿнерçÿсемпе тата Давид хуçамăн, санăн аçун, ÿнерçи семпе пĕрле мĕн тума хушнине пурне те тума пултарать.
(15) Ху асăннă тулăпа урпана, йывăç çăвĕпе эрехе вара, хуçа мăм, хăвăн тарçусене леçсе пар.
(16) Сана мĕн чухлĕ йывăç кирлĕ, çавăн чухлĕ Ли ванран касса кăларса парăпăр, тинĕспе сулă юхтарса Яфăна илсе çитерĕпĕр, эсĕ вара ăна Иерусалима турттарăн, тенĕ Тир патши Хирам.
(17) Çавăн чухне Соломон Израиль çĕрне ютран килнĕ мĕнпур çынна шута илсе тухнă, ку ĕнтĕ вĕсене хăйĕн ашшĕ Давид шута илни хыççăн шутлани пулнă, — вĕ сем çĕр аллă виçĕ пин те ултçĕр çын тупăннă.
(18) Çавсенчен патша çитмĕл пин çынна — йывăр япаласем çĕклеме, сакăр вунă пин çынна тусем хушшинче чул касма янă, виçĕ пин те ултçĕрĕшне ха лăха ĕçре хистесе тăма пуçлăха уйăрса лартнă. З(1) Вара Иерусалимра, хăйĕн ашшĕне Давида кăтартнă Мориа тăвĕ çин че, Давид хатĕрлесе хунă вырăнта — Орна иевусей йĕтемĕ çинче — Соломон ĕнтĕ Çÿлхуçа Çуртне лартма пуçланă.
(2) Пуçласса вăл çак ĕçе хăй патшана ларса ссăн тăваттăмĕш çулхине, иккĕмĕш уйă хăн иккĕмĕш кунĕнче, пуçланă.
(3) Акă Со ломон Турă Çуртне тунă чухне хывнă никĕс: унăн тăршшĕ, кивĕ виçепе, утмăл чике, сарлакăшĕ çирĕм чике;
(4) Çурт умĕн чи пăлтăрăн тăршшĕ, Çурт сарлакăшне кура, çирĕм чике, çÿллĕшĕ вара çĕр çирĕм чике пулнă. Ăна шалтан таса ылтăнпа виттернĕ.
(5) Тĕп Çурта, кипарис йывăçĕпе сăрса, чи лайăх ылтăнпа виттернĕ, çи елтен пальмăпа вăчăра ĕлкисем ÿкерсе тухнă.
(6) Илемĕшĕн Çурта хаклă чулсем хывнă; ылтăнĕ вара Парваим ылтăнĕ пулнă.
(7) Çурта, пĕренесене, алăк пусахи семпе Çурт енĕсене, [чÿречесене,] алăк сене ылтăнпа сăрланă, Çурт енĕсем çине херувимсем касакаса кăларнă.
(8) Сăвап лăран Сăваплă пÿлĕм тунă: унăн тăршшĕ, Çурт сарлакăшне кура, çирĕм чике пул нă, сарлакăшĕ те çирĕм чике пулнă; ăна чи лайăх ултçĕр талант ылтăнпа сăрнă.
(9) Пăтисем те ылтăн пулнă, [кашни пăти] аллă сикль тайнă. Çÿлти пÿлĕмсене те ылтăнпа витнĕ.
(10) Сăваплăран Сăваплă пÿ лĕме икĕ херувим туса лартнă, вĕсене кас са кăларнă, ылтăнпа сăрнă. пХерувимсен çуначĕсем пĕтĕмĕшпе çирĕм чике тăрш шĕ пулнă. Пилĕк чике тăршшĕ пĕр çуна чĕ Çуртăн пĕр енне перĕнсе тăнă, пилĕк чике тăршшĕ иккĕмĕш çуначĕ тепĕр херу вимăн çуначĕпе пĕрлешĕнсе тăнă;
(12) çавăн пекех тепĕр херувимăн пилĕк чике тăрш шĕ çуначĕ те Çурт енне перĕнсе тăнă, пилĕк чике тăршшĕ иккĕмĕш çуначĕ те пĕр херувимăн çуначĕпе пĕрлешĕнсе тă нă.
(13) Çуначĕсене херувимсем çирĕм чи ке сарлакăш сарса янă пулнă; вĕсем, Çурт ăшнелле пăхса, урисем çинче тăнă.
(14) Сенкер çăмран, хĕрхĕлтĕм, йăм хĕрлĕ çăмран тата виссонран чаршав тунă, ун çине херувимсен сăнне ÿкернĕ.
(15) Çурт умĕ валли вăтăр пилĕкшер чике тăршшĕ икĕ юпа тунă, кашни юпине пилĕк чике çÿллĕш кăшăл тăрăласа тăнă.
(16) Юпасен тăрри валли вăчăра евĕрлĕ сăнчăрсем тунă, вĕсене нар улмисемпе эрешленĕ.
(17) Вара юпасене Çурт умне пĕрне сылтăм енне, тепĕрне сулахай енне лартнă, сыл тăмрине Иахин тесе, сулахайрине Воаз тесе ят панă.
2
(1) Тата пăхăр парне вырăнĕ тунă: тăрш шĕ унăн çирĕм чике, сарлакăшĕ çирĕм чике, çÿллĕшĕ вунă чике пулнă.
(2) Тата шăратса кăларса пилĕк чике çÿллĕш вăрçаврака тинĕс тунă, — унăн хирехи рĕç хĕррисен хушши вунă чике пулнă; йĕритавралла ăна вăтăр чике тăршшĕ сăнчăр явакласа тăнă;
(3) унăн айĕпе йĕри тавралла пур енче те шăратса тунă вăкăр ĕренкисем туса çаврăннă; кашни чике тăршшĕне вуншарăн вырăнаçса, тинĕсе вĕсем йĕритавра пур енчен те икĕ ĕретĕн эрешлесе тăнă, вĕсене тинĕспе пĕрлех шăратса кăларнă пулнă.
(4) Тинĕс вуникĕ вăкăр кĕлетки çинче тытăнса тăнă: виççĕшĕ çурçĕрелле пăхнă, виççĕшĕ анăçал ла пăхнă, виççĕшĕ кăнтăралла пăхнă, виççĕшĕ тухăçалла пăхнă, вĕсем çинче çÿлте — тинĕс; вăкăрсен хыçĕ шалалла, тинĕс варринелле, пулнă.
(5) Хулăнăшĕпе тинĕс хуранĕ алă тупанĕ хулăнăш пулнă, унăн хĕрри, алтăр хĕрри евĕрлĕскер, çу рăлса сарăлнă лили чечекне аса илтернĕ. Вăл виçĕ пин бат таран шыв шăнăçтарнă.
(6) Тата вунă çăвăнмалли савăт тунă, вĕсене пиллĕкĕшне сылтăм енне, пиллĕкĕшне сулахай енне лартнă, çав савăтсенче пĕ тĕмĕшпе çунтарса кÿме хатĕрлекен пар несене çунă; тинĕсре вара священниксем çăвăннă, вăл вĕсем валли пулнă.
(7) Тата, мĕнле кирлĕ çавăн пек, вунă ылтăн çутат кăç тунă, вĕсене Турă Çуртне пиллĕкĕшне сылтăм енне, тепĕр пиллĕкĕшне сулахай енне лартнă.
(8) Тата вунă сĕтел тунă, вĕ сене Турă Çуртне пиллĕкĕшне сылтăм енне, тепĕр пиллĕкĕшне сулахай енне лартнă, тата çĕр ылтăн алтăр тунă.
(9) Тата священниксен картишĕпе пысăк картиш, картиш хапхисем тунă, хапха юписене пăхăрпа тыттарнă.
(10) Тинĕсе сылтăм ен не, кăнтăрхĕвелтухăçĕ еннелле, лартнă. пУнтан Хирам чарасемпе калаксем, ал тăрсемпе [тĕтĕркĕчсем, парне кÿнĕ чухне тыткаламалли савăтсапа] тунă. Çапла Хирам Турă Çуртĕнче Соломон патша валли тумалли ĕçе вĕçленĕ:
(12) икĕ юпа, вĕсене тăрăласа тăракан икĕ кăшăл, кă шăлсене витме çыхнă икĕ виткĕç тунă,
(13) икĕ юпа тăрринчи кăшăлсене витекен икĕ ĕрет виткĕç валли тăватçĕр нар ул ми тунă.
(14) Тата вăл сапансем тунă, вĕ сем çине лартма çăвăнмалли савăтсем тунă;
(15) пĕр тинĕс, ун айĕнчи вуникĕ вă кăр,
(16) чарасемпе калаксем, ченĕçкесем, вĕсен пĕтĕм хатĕрхĕтĕрĕ — çакна пурне те ХирамАвий Соломон патшана Турă Çурчĕ валли якатса çутатнă пăхăртан ту са панă.
(17) Патша çакна Иордан таврашĕн че, Сокхофпа Цереда хушшинче, тăмлă тăпра çинче шăраттарнă.
(18) Çав япаласене Соломон питĕ нумай туса тултарнă, ĕнтĕ мĕн чухлĕ пăхăр кайнине те пĕлеймен.
(19) Соломон çапла вара Турă Çурчĕ вал ли кирлĕ пур япалана та туса çитернĕ: ылтăн парне вырăнĕ, парне çăкăрĕсем хумалли сĕтелсем,
(20) таса ылтăнран тунă çутаткăçсемпе вĕсен лампадисем, йĕрке тăрăх, Сăваплăран Сăваплă пÿлĕм умĕнче çутмаллискерсем,
(21) ылтăнран, чи таса ылтăнран, тунă чечексемпе лампАдăсем,
(22) чи таса ылтăнран тунă çĕçĕсемпе тĕтĕр кĕчсем, алтăрсемпе ăскăчсем, Турă Çур чĕн алăкĕсене вара — Сăваплăран Сăвап лă пÿлĕме кĕмелли шалти алăксене тата сăваплă пÿлĕме кĕмелли алăксене — ыл тăнран тунă.
3
(1) Соломонăн ĕнтĕ Çÿлхуçа Çурчĕ вал ли туса тăнă пĕтĕм ĕçĕ вĕçленнĕ. Ва ра вăл хăйĕн ашшĕ Давид мĕн халалласа хăварнине илсе пынă, ылтăнпа кĕмĕле, ытти мĕнпур япалана та Турă Çурчĕн мул управăшне хывнă.
(2) Çавăн хыççăн Соломон Çÿлхуçа сакку нĕн арчине Давид хулинчен, Сионран, куçарса килмешкĕн Израилĕн аслă çын нисене, пĕтĕм йăх пуçĕсемпе Израиль ывăлĕсен ăру пуçлăхĕсене пурне те Иеру салима чĕнсе пуçтарнă.
(3) Çиччĕмĕш уйăх ра патша патне уява пĕтĕм Израиль çын ни пуçтарăннă.
(4) Израилĕн мĕнпур аслă çынни килнĕ. Левитсем саккун арчине илсе çĕкленĕ,
(5) вара арчана та, пуху ча тăрне те, чатăрта пулнă мĕнпур сăваплă япалана та йăтса кайнă,— вĕсене священ никсемпе Левитсем çĕклесе пынă.
(6) Со ломон патша вара тата ун патне саккун арчи умне пуçтарăннă пĕтĕм Израиль ха лăхĕ парне кÿрсе пынă, ытла нумаййипе вĕсем кÿнĕ сурăхсемпе вăкăрсен йышне шутлама та май пулман.
(7) Священниксем ĕнтĕ Çÿлхуçа саккунĕн арчине хăйĕн вы рăнне, Турă Çурчĕн Сăваплăран Сăваплă пÿлĕмне, херувимсен çуначĕсем айне, лартса хунă.
(8) Херувимсем çуначĕсене ар ча вырăнĕ çийĕн сарса тăнă, херувимсем арчапа унăн каштисене çÿлтен хупăрласа тăнă.
(9) Каштисем вăрăм пулнă, вĕсен вĕçĕсем сăваплă пÿлĕмренех курăнса тăнă, анчах тулаллах тухса тăман; вĕсем мĕн паянхи кунчченех çавăнта.
(10) Саккун ар чинче икĕ чул хăмасăр пуçне нимĕн те пулман, вĕсене унта Моисей Хорив тăвĕ çинче, Çÿлхуçа Египетран çăлăнса тухнă Израиль ывăлĕсемпе халал хывнă чухне, хунă пулнă. “Сăваплă пÿлĕмри священ никсене, кирек хăш ушкăнĕнчисене те, пурне те тасалăх тивлечĕ çитнĕ, çавăнпа вĕсем унтан тухнă;
(12) виссон тăхăннă юрăçă Левитсем — Асаф, Еман, Идифун та та вĕсен ывăлĕсемпе тăванĕсем — пурте парне вырăнĕн тухăç енче кимвалсемпе, псалтирьсемпе, цитрăсемпе тăнă, вĕсем пе пĕрле трупа кăшкăртакан çĕр çирĕм священник тăнă,
(13) пурте вĕсем — юрла кансемпе трупа кăшкăртакансем, Çÿлху çана пĕр кĕвĕллĕн мухтаса та аслăласа тăраканскерсем — пĕр çын пек пулнă; ĕмĕр ырăлăхлă Çÿлхуçана мухтаса трупа семпе кимвалсен, ытти кĕвĕ сăпрайĕсен сасси кĕрлесе кайсассăн, Çурта, Çÿлхуçа Çуртне, пĕлĕт кĕрсе тулнă,
(14) çавăнпа ĕн тĕ священниксем кĕлĕре тăма пултарай ман: Турă Çуртне Çÿлхуçа мухтавлăхĕ тулнă. б(1) Çавăн чухне Соломон каланă: Çÿл хуçа Хăй тĕтрелĕхре пурăнма кăмăл лани çинчен каланă,
(2) Святой, эпĕ Сан валли пурăнмалли Çурт туса лартрăм, çакă Санăн ĕмĕрхи вырăну пултăр те рĕм, тенĕ.
(3) Унтан, халăх еннелле çаврăн са, патша пĕтĕм Израиль халăхне пил ленĕ,— пĕтĕм Израиль халăхĕ ура çинче тăнă,—
(4) Соломон çапла каланă: Израи лĕн Çÿлхуçа Турри мухтавлă: Вăл ма нăн Давид аттеме Хăй чĕлхиçăварĕпе мĕн каланине паян Хăй аллипе вырăна килтерчĕ! Туррăмăр каланăччĕ:
(5) «Хамăн халăхăма Египет çĕрĕнчен илсе тухнă кунранпа Эпĕ Израилĕн нихăш йăхĕн че те Хамăн ятăмпа Çурт лартмашкăн хула суйламан, Хамăн Израиль халăхă мăн патшине лартмашкăн çын суйламан,
(6) анчах Иерусалима Хамăн ятăм çавăнта пултăр тесе суйласа илтĕм тата Хамăн Израиль халăхăма тытса тăмашкăн Да вида суйласа илтĕм» тенĕччĕ.
(7) Давид ат темĕн чĕринче Израилĕн Çÿлхуçа Турри ячĕпе Çурт лартас ĕмĕт пулнă.
(8) Анчах Çÿлхуçа Давида, манăн аттеме, каланă: «санăн чĕрÿнте Ман ятăмпа Çурт лартас ĕмĕт пур; çакă чĕрÿне канăç паманни аван вăл.
(9) Çапах та Çурта эсĕ мар, сан ран çуралас ывăлу, — Ман ятăмпа çавă Çурт лартĕ» тенĕ.
(10) Хăй каланă сăмаха Çÿлхуçа вырăна килтерчĕ: Çÿлхуçа кала нă пек, эпĕ Давид аттемĕн вырăнне кĕрсе Израилĕн патша пуканĕ çине лартăм, Из раилĕн Çÿлхуçа Турри ячĕпе Çурт туса лартрăм. пУнта эпĕ саккун арчи лартрăм, арчара — Çÿлхуçа Израиль ывăлĕсемпе хывнă халал, тенĕ патша.
(12) Соломон вара Çÿлхуçанăн парне вырă нĕ патне, пĕтĕм Израиль çынни умне тă нă та аллисене çÿлелле çĕкленĕ,—
(13) Со ломонăн картиш варрине лартнă пилĕк чике тăршшĕ, пилĕк чике сарлакăш, ви çĕ чике çÿллĕш пăхăр амвон пулнă; вăл çавăнта хăпарнă та пĕтĕм Израиль çын ни умĕнче чĕркуçленсе ларса, аллисене çÿлелле çĕклесе
(14) çапла каланă: эй Из раилĕн Çÿлхуçа Туррийĕ! Тÿпере те, çĕр çинче те Сан пек Турă çук. Хăвна пĕтĕм чĕререн парăннă чурусемшĕн Эсĕ Хăвăн халална, ырăлăхна астуса тăратăн.
(15) Эсĕ Хăвăн чуруна, манăн Давид аттеме, мĕн каланине вырăна килтертĕн; Хăвăн чĕл хÿçăварупа мĕн каланине паянхи кун Хăвăн аллупа туса çитертĕн.
(16) Эй Изра илĕн Çÿлхуçа Туррийĕ! халĕ ĕнтĕ Эсĕ Хăвăн чуруна Давида, манăн аттеме, мĕн каланине: «эхер те санăн ывăлусем Ман умăмра, эсĕ çÿренĕ пек, Ман сак кунпа çÿресе хăйсен çулĕсене астусах тăрсассăн, санăн Ман умăмра Израилĕн патша пуканĕ çинче ларакан [ар] пĕтмĕ» тесе каланине вырăна килтерсемччĕ.
(17) Эй Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕ! Халĕ ĕнтĕ Давид чуруна каланă сăмаху тÿрре кил тĕр!
(18) Чăнах та, Туррăн этемпе пĕрле çĕр çинче пурăнмаллаи? Эхер те Сана вĕçĕхĕррисĕр тÿпе те шăнăçтараймасть пулсассăн, эпĕ лартнă Çурт епле шăнăç тарайĕ?
(19) Эй Çÿлхуçа Туррăм, çапах та Хăвăн чуру кĕлтуни çине, вăл тилмĕр се ыйтни çине пăхсамччĕ! Хăвăн чуру Сана тархасланине, йăлăнса кĕлтунине илтсемччĕ.
(20) Хăвăн чуру çак вырăнта кĕл тунине илтмешкĕн Санăн куçусем çак Çурта — Эсĕ Ху Хăвăн ятупа тытса тăма пулнă вырăна — кăнтăрла та, çĕрле те курса тăринччĕç.
(21) Санăн чурупа Санăн Израиль халăхĕ çак вырăнта кĕлтунă чухне вĕсем епле йăлăннине илтсемччĕ; илтсемччĕ Хăв пурăнакан вырăнтан, тÿ перен, илтсемччĕ те хĕрхенсемччĕ!
(22) Кам та кам хăйĕн çывăх çынни умĕнче çылăха кĕрсессĕн, çылăха кĕнĕ çынран вара тупа тума ыйтсассăн, çак Çуртра Санăн парне вырăнĕ умĕнче тупа тума тытăнсассăн,
(23) Эсĕ, тÿперен илтсе, Хăвăн чурусене сут тусамччĕ: айăплине усал ĕçне хăйĕн пуçĕ çине çитерсе айăпла, тÿррине хăйĕн тÿ рĕлĕхне кура тÿрре кăларсамччĕ.
(24) Сан умăнта çылăха кĕнĕшĕн Санăн Израиль халăхне тăшманĕ хĕне ÿкерсессĕн, вĕсем вара Сан енне çаврăнса, çак Çуртра Санăн ятна асăнса Санран каçару ыйтса кĕлту сассăн,
(25) Эсĕ çавна тÿперен илтсемччĕ, Хăвăн Израиль халăхĕн çылăхне каçар самччĕ, вĕсене тата ашшĕсене Хăв па нă çĕршыва каялла тавăрсамччĕ вĕсене.
(26) Вĕсем Сан умăнта çылăха кĕнĕрен тÿпе хупăнса çумăр пулмасассăн, вара çак вы рăнта кĕлтуса Санăн ятна аслăласассăн, Эсĕ вĕсене çапла йăвашлантарнипе вĕсем хăйсен çылăхĕнчен пăрăнсассăн,
(27) Эсĕ тÿ перен илтсемччĕ; вĕсене çÿреме ырă çул кăтартса, Хăвăн чурусенĕн, Хăвăн Изра иль халăхĕн, çылăхне каçарсамччĕ, Хăвăн халăхна еткерлĕхе панă çĕрÿ çине çумăр ярсамччĕ.
(28) Выçлăх пулатьи çĕр çинче, мур чирĕ пулатьи, вĕри çил пулатьи, тырра вутпуççи тивети, хĕрлĕ шăрчăк е хурт килсе хуплатьи, халăха тăван çĕ рĕ çинчех тăшман хĕсме пуçлатьи е урăх мĕнле те пулин синкер, мĕнле те пулин чир пулатьи,
(29) пĕрпĕр çын е Хăвăн пĕ тĕм Израиль халăхĕ — хăйсен инкекне, хăйсен хурлăхне туйса — аллисене çак Çурт енне тăссассăн, вĕсен кĕллине, вĕ сем тархасланине
(30) илтсемччĕ Эсĕ тÿ перен — Ху пурăнакан вырăнтан, вара каçарсамччĕ, Эсĕ кирек хăш çынна та ун чĕри мĕнлине пĕлсе, унăн пĕтĕм ĕç не кура тавăрса пар, мĕншĕн тесессĕн этем ывăлĕсенĕн чĕрине пĕр Эсĕ анчах пĕлетĕн,—
(31) çапла вĕсем Эсĕ аттемĕрсене панă çĕр çинче мĕн пурăннă таран, мĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех Санран хăраса тăччăр, Санăн çулупа çÿреччĕр.
(32) Хăвăн Израиль халăхĕ хушшинчен тухман çын, ют халăх çынни, Санăн аслă ятупа вăйлă аллушăн, Санăн пысăк хăватушăн инçетри çĕртен килсессĕн, çапла килсе çак Çурт умĕн че кĕлтусассăн,
(33) илтсемччĕ тÿперен, Ху пурăнакан вырăнтан, ют халăх çынни Хăвăнтан мĕн тархасласа ыйтнине пĕтĕм пех тусамччĕ ун чухне; çапла çĕр çинчи пур халăх та Санăн ятна пĕлсе тăтăр, Санран Хăвăн халăху Израиль хăранă пек хăратăр, эпĕ лартнă çак Çурт Санăн ятупа хисепленнине пĕлтĕр.
(34) Санăн халăху Эсĕ кăтартса янă çулпа хăйĕн тăшманĕсене хирĕç вăрçа тухсассăн, Эсĕ суйласа илнĕ çак хула еннелле, эпĕ Сан ятупа лартнă Çурт еннелле çаврăнса Сана кĕлтунă чух не
(35) илтсемччĕ тÿперен вĕсен кĕллине, ! вĕсем мĕн ыйтнине, вара вĕсемшĕн мĕн кирлине тусамччĕ.
(36) Вĕсем Сан умăнта çылăха кĕрсессĕн, — ĕнтĕ çылăха кĕмен çын çук, — Эсĕ çилленсе вĕсене тăшман аллине парсассăн, тыткăна илнисем вĕсе не çывăхри е аякри çĕре кайса ярсассăн,
(37) вĕсем унта, тыткăна илсе кайнă çĕрте, тăна кĕрсе ÿкĕнсессĕн, тыткăна лекнĕ çĕрте Сана: «эпир çылăха кĕтĕмĕр, йĕрке сĕр ĕç турăмăр, эпир айăплă» тесе кĕлту ма тытăнсассăн,
(38) хăйсене тыткăна илсе кайнă çĕрте пĕтĕм чунчĕрипе Сан енне çаврăнсассăн, çапла Эсĕ вĕсен ашшĕсене панă хăйсен çĕрĕ еннелле, Эсĕ суйласа илнĕ хула еннелле, эпĕ Сан ятупа ларт нă Çурт еннелле çаврăнса йăлăнсассăн,
(39) вĕсенĕн кĕллине илтсемччĕ тÿперен, Ху пурăнакан вырăнтан, вара вĕсем мĕн ыйтнине, вĕсемшĕн мĕн кирлине тусамч чĕ, Хăвăн халăхна Хăвăн умăнта мĕн çы лăха кĕнине каçарсамччĕ.
(40) Эй Туррăм çăм! çак вырăнти кĕлĕшĕн Санăн куçу уçă тăтăр, Санăн хăлху тимлĕ пултăр.
(41) Эй Çÿлхуçа Туррăм, ĕнтĕ Хăвăн канлĕ вырăнна тăр, Хăвăн хăватлăхун арчипе ялан çакăнта пул. Санăн священникÿ сем, Çÿлхуçа Туррăм, çăлăнăç тумтирĕ тăхăнччăр, Санăн таса пурăнăçлă çынну сем ырăлăхпа савăнса пурăнччăр.
(42) Эй Çÿлхуçа Туррăмăр! Хăвăн çу сĕрнĕ тарçу на ан пăрахсамччĕ, ăна Хăвăн Давид тар çуна пăхса тăнă пек пăхса тăрсамччĕ.
4
(1) Соломон кĕлтуса пĕтерсессĕн, тÿпе рен вутçулăм аннă та пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнесемпе ытти пар несене çунтарса янă, Çурта Турă мух тавлăхĕ тулнă.
(2) Священниксем Çÿлхуçа Çуртне кĕме пултарайман, мĕншĕн тесес сĕн Çÿлхуçа Çуртне Çÿлхуçа мухтавлăхĕ тулнă.
(3) Çурт çине Çÿлхуçа мухтавлăхĕпе вутçулăм аннине курсассăн, картишĕнчи пĕтĕм халăх çĕре ÿксе пуççапнă, Çÿлху çана аслăланă: «Вăл ырă, Унăн ырăлă хĕ — ĕмĕрлĕхе».
(4) Вара патшапа пĕтĕм халăх Çÿлхуçана парне кÿме тытăннă.
(5) Соломон патша çирĕм икĕ пин вăкăрпа çĕр çирĕм пин сурăх парне кÿнĕ: патшапа пĕтĕм халăх Турă Çуртне çапла тасалăх тивлечĕ кÿнĕ.
(6) Священниксем хăйсен вырăнĕнче тăнă, Левитсем вара Давид патша Çÿлхуçана мухтавлама тунă сăпрайсемпе тăнă, вĕ сем Çÿлхуçана Давид юррипе: «Унăн ырă лăхĕ — ĕмĕрлĕхе» тесе аслăланă; Левит семпе тĕлметĕл тăракан священник сем трупапа кăшкăртнă, пĕтĕм Израиль ура çинче тăнă.
(7) Соломон ĕнтĕ Çÿлхуçа Çурчĕ умĕнчи шалти картишне тасалăх тивлечĕ кÿнĕ: унта пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесемпе канăçлăх парнисен çăвне парнене кÿнĕ, мĕншĕн тесессĕн Соломон тунă пăхăр парне вырăнĕ пĕтĕ мĕшпе çунтарса кÿрекен парнесене, тырă пулă парнисене, канăçлăх парнисен çăвне шăнăçтарма пултарайман.
(8) Çавăн чухне Соломон, унпа пĕрле пĕтĕм Израиль çичĕ кунлăх уяв — питĕ пысăк пуху — тунă, халăх Емафа кĕнĕ çĕртен пуçласа Еги пет шывĕ таран пуçтарăннă;
(9) саккăрмĕш кунне уяв тунă, мĕншĕн тесессĕн парне вырăнне кĕлтуса тасатасси çичĕ куна пы нă, уяв та çичĕ куна пынă.
(10) Çиччĕмĕш уйăхăн çирĕм виççĕмĕш кунĕнче патша халăха хăйсен чатăрĕсене янă, çынсем ĕнтĕ Çÿлхуçа Давидшăн, Соломоншăн тата Хăй халăхĕшĕн, Израилыиĕн, тунă ырăлăхшăн чĕререн хĕпĕртесе те савăн са саланнă. пÇапла Соломон Çÿлхуçа Çурчĕпе пат ша керменне туса пĕтернĕ; Çÿлхуçа Çур чĕпе хăйĕн керменĕнче мĕн тума шутла нине вăл пĕтĕмпех ăнăçлă туса çитернĕ.
(12) Вара Соломона çĕрле Çÿлхуçа курăнса каланă: Эпĕ санăн кĕллÿне илтрĕм, çак вырăна Хама валли парне кÿмелли Çурт пулма суйласа илтĕм, тенĕ.
(13) Эпĕ тÿпе не хупăнтарнăран çумăр çумасăр тăрĕи е хĕрлĕ шăрчăка пĕтĕм çĕре çаратса хăварма хушăпи, е Хамăн халăхăм çине мур чирĕ ярăпи,
(14) Манăн ятăмпа хисеп ленекен халăхăм йăвашланса кĕлтума тытăнсассăн, Мана шыраса тупса хăйсен усал çулĕсенчен пăрăнсассăн, Эпĕ тÿпе рен вĕсене илтĕп те вĕсен çылăхĕсене каçарăп, вĕсен çĕрне сиплесе тÿрлетĕп.
(15) Халĕ вара çак вырăнти кĕлĕшĕн Манăн куçăм уçă тăрĕ, хăлхам тимлĕ пулĕ.
(16) Эпĕ паян çак Çурта суйласа илсе тасалăх тивлечĕ кÿтĕм: Хамăн ятăм ĕмĕрех унта пултăр терĕм; куçăмпа чĕрем те Манăн ĕмĕрех унта пулĕç.
(17) Эсĕ Ман умăмра хăвăн аçу Давид çÿренĕ пек çÿресессĕн, Эпĕ хăвна мĕн хушнине пĕтĕмпех туса пырсассăн, Эпĕ панă йĕркесемпе Манăн саккунсене уяса пурăнсассăн,
(18) Эпĕ санăн Давид аçуна: «Израиле тытса тăракан [ар] пĕтмĕ санăн» тесе сăмах панă пек, санăн патшалăхун аслă пуканне тĕреклĕ лартăп.
(19) Эхер те эсир Манран пăрăнсас сăн, Эпĕ сире панă йĕркесене, ÿкĕтсене пăрахсассăн, çапла пăрăнса урăх турăсене ĕçлесе тăма, вĕсене пуççапма тытăнсас сăн,
(20) Эпĕ Израиле Хам панă çĕр çинчен шăлса ывăтăп, Хам ятăмпа тасалăх тив лечĕ кÿнĕ çак Çурта та Хам умăмран си рĕп, ăна пур халăхшăн та çын куллипе тĕнче мăшкăлĕ тăвăп.
(21) Вара çак çÿллĕ Çурт тĕлĕпе иртенçÿрен кирек кам та сехĕрленсе ÿксе: Çÿлхуçа ку çĕрпе ку Çур та мĕншĕн çапла туса хăварнăши? тейĕ.
(22) Ăна калĕç: вĕсем Çÿлхуçана, хăйсен ашшĕсене Египет çĕрĕнчен илсе тухнă Туррине, пăрахнăшăн, ытти турăсене иленнĕшĕн, вĕсене пуççапнăшăн, вĕсене ĕçлесе тăнăшăн,— çавăншăн Вăл вĕсем çине çак пĕтĕм йывăрлăха янă, тесе калĕç, тенĕ Çÿлхуçа.
5
(1) Турă Çурчĕпе хăйĕн керменне ларт са çирĕм çул ирттерсессĕн,
(2) Соломон хăйне Хирам панă хуласенче те çуртйĕр çавăрса йĕрке тунă, унта Израиль ывăлĕ сене пурăнма вырăнаçтарнă.
(3) Соломон ĕнтĕ ЕмафСува хулине кайса тапăннă та ярса илнĕ ăна.
(4) Вăл пушхирте Фадмор хулине юсасатĕреклĕлетсе лартнă тата сыхлăх пурлăх тытма Емаф таврашĕнче çĕнĕ хуласем лартнă.
(5) Соломон тата Ту ри Вефоронпа Анатри Вефорона çуртйĕр лартса йĕркене кĕртнĕ, ĕнтĕ хÿмеллĕ, сăлăплă, çĕнĕрен юсаттарнă, хапхаллă тĕреклĕ хуласем пулнă вĕсем.
(6) Соломон тата Ваалафа, сыхлăх пурлăх тытмалли мĕнпур хулана, çар ураписен хулисемпе утлă çар тăмалли хуласем лартнă, Иеру салимпа Ливанра, хăй аллинчи пĕтĕм çĕр çинче мĕн туса лартас тенине пурне те тунă Соломон.
(7) Израиль маррисене — хетсенчен, амор рейсенчен, ферезейсенчен, евейсенчен, иевусейсенчен юлнă пĕтĕм халăха —
(8) вĕ сем хыççăн çĕр çине юлнă ачисене, Изра иль ывăлĕсем пĕтермесĕр хăварнăскерсе не, Соломон паян кунчченех хырçă тÿлесе тăракан ĕçлевçĕсем тунă.
(9) Израиль ывă лĕсене вара вăл хăй ĕçĕсен ĕçлевçисем туман, вĕсем ĕнтĕ çар çыннисем, патша сыхлавçисен пуçлăхĕсем, çар ураписем пе юланутçăсен çулпуçĕсем пулнă.
(10) Со ломон патшан ĕç ĕçлекен халăха пăхса тă ракан тĕп пуçлăхсем икçĕр аллăн пулнă. иФараон хĕрне вара Соломон Давид ху линчен урăх çĕре, ятарласа ун валли лартнă кермене, куçарса пынă, вăл кала нă: Израиль патшийĕн Давидăн çуртĕнче хĕрарăм пурăнма тивĕçлĕ мар, мĕншĕн тесессĕн сăваплă вырăн ку — унта Çÿл хуçа саккунĕн арчи кĕнĕ, тенĕ.
(12) Соломон çавăн чухне Çÿлхуçанăн Çурт пăлтăрĕ умне лартнă парне вырăнĕ çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парне кÿрсе тăма пуçланă,
(13) çапла вăл, Моисей ÿкĕтне уяса, кашни кун йĕркийĕ тăрăх пĕтĕмĕш пе çунтарса паракан парнесене кашни шăматкунпа çĕнĕ уйăхсерен тата çулта лăкри виçĕ уявра — тутлăлла пĕçернĕ çă кăр уявĕнче, эрнесен уявĕнче тата хÿшĕ уявĕнче — кÿрсе тăнă.
(14) Соломон, хăйĕн ашшĕ Давнд хушнине пурăнăçа килтерсе, çапла тунă: священниксен Турă Çуртĕнче черетпе ылмашăнса ĕçлесе тăмалла пул нă, Левитсен те черетпе ĕçлемелле пулнă, вĕсен, харпăр кун йĕркине пăхăнса, Турра мухтаса, священниксем çумĕнче ĕçлесе тăмалла пулнă, тата кашни хапха патĕнче черетпе хурал тăма хуралçăсем уйăрнă, мĕншĕн тесессĕн Турă çынни Давид хуш са хăварнă йĕрке çапла пулнă.
(15) Патша священниксемпе Левитсем пирки мĕн хушнинчен нимĕн тĕлĕшрен те пăрăн ман, мулпуянлăх тĕлĕшĕнчен те пăрăн ман.
(16) Çÿлхуçа Çурчĕн никĕсне хывнă кун ранпа ăна — Çÿлхуçа Çуртне — пĕтĕмпе туса пĕтеричченех Соломонăн мĕнпур ĕçĕ çапла йĕркеленсе пынă.
(17) Çавăн чухне Соломон тинĕс хĕрринчи Идумея çĕрне — ЕционГаверпа Елаф ху лисене — кайнă.
(18) Хăйĕн тарçисем урлă Хирам ăна тинĕсре çÿреме пĕлекен чу рисемпе карапсем ярса панă; вĕсем вара Соломон тарçисемпе пĕрле Офира кай нă, унта тăватçĕр аллă талант ылтăн туп са Соломон патшана кÿрсе панă.
6
(1) Савея çĕрĕн майра патши, Соломон мухтавĕ çинчен илтсе, ăна тупмалли юмахсемпе сăнаса пăхмашкăн Иерусали ма килнĕ; вăл питĕ пысăк пуянлăхпа çит нĕ: тĕвесем çине ырă шăршăлăх, темĕн чухлĕ ылтăнпа хаклă йышши чул тиенĕ пулнă. Çапла вăл Соломон патне çитнĕ те унпа хăй чĕрине мĕн канăç паманни çин чен пурин çинчен те калаçнă.
(2) Соломон унăн пур ыйтăвне те хуравланă, Соломон хуравлама пултарайманни нимĕн те ту пăнман.
(3) Ĕнтĕ Савея çĕрĕн майра патши Соломонăн пĕтĕм ăслăлăхне курнă, вăл туса лартнă çурта,
(4) ун сĕтелĕ çинчи ĕçме çимене, ун чурисем пурăнакан çуртсене, ун кĕрнеклĕ тарçисене, вĕсенĕн çипуçне, ăна эрех парса тăраканĕсемпе вĕсенĕн çипуçне, вăл Турă Çуртне çÿрекен çула курсан шалтах тĕлĕннĕ, вара, урăх чăтса тăма хал çитереймесĕр,
(5) патшана çапла каланă: эпĕ хамăн çĕрĕмре сан ĕçÿсемпе ăслăлăху çинчен мĕн илтнийĕ тĕрĕсех иккен, тенĕ,
(6) анчах эпĕ хам килсе хам куçăмпа куриччен çакăн çинчен сăмахпа каланине ĕненменччĕ. Акă ĕнтĕ сăмах вĕççĕн мана çуррине те каламан иккен: ман хăлхама çитнĕ сасхура пĕлтернин чен нумай чаплăрах эсĕ!
(7) Телейлĕ санăн çыннусем, телейлĕ ялан сан умăнта тă ракан, сан ăслăлăхна илтекен тарçусем!
(8) Сана Çÿлхуçа Турру умĕнче патша пул машкăн Хăйĕн аслă пуканĕ çине ларт ма кăмăл тунă Çÿлхуçа Турру мухтавлă пултăр! Израиле юратнăран, вăл ĕмĕр тĕреклĕ тăтăр тесе, Хăвăн Турру сана унăн патшине лартнă — тÿрĕ сут тума, тĕрĕссине тума лартнă, тенĕ Савея çĕрĕн патши.
(9) Вара вăл патшана çĕр çирĕм та лант ылтăн, темĕн чухлĕ ырă шăршăлăх, хаклă йышши чул парнеленĕ; Соломон патшана унччен никам та Савея çĕрĕн майра патши парнеленĕ чухлĕ ырă шăр шăлăх парнелемен пулнă.
(10) Офиртан ыл тăн турттарса килнĕ Хирам тарçисемпе Соломон тарçисем хĕрлĕ йывăçпа хаклă йышши чул та илсе килнĕ. пПатша çав хĕрлĕ йывăçран Çÿлхуçа Çурчĕпе патша керменĕ валли карлăксем, юрăçсем вал ли цитрăсемпе псалтирьсем тутарнă. Ха личчен унта нихăçан та çавăн чухлĕ хĕр лĕ йывăç пулман, Иудея çĕрĕнче унччен курман япала пулнă вăл.
(12) Соломон пат ша Савея çĕрĕн майра патшине лешĕ мĕн кăмăлланине, мĕн ыйтнине пĕтĕмпех па нă; вăл ăна хăй патшана парнеленинчен те ытларах парнеленĕ. Майра патша вара пĕтĕм тарçитĕрçипе пĕрле каялла хăйĕн çĕрне тухса кайнă.
(13) Соломон аллине çулсерен ултçĕр ут мăл ултă талант ылтăн килсе тăнă.
(14) Кун сăр пуçне Соломона элчĕсемпе купсасем те, Арави çĕршывĕн пур патшипе çĕр пуç лăхĕсем те ылтăнпа кĕмĕл парса тăнă.
(15) Туптанă ылтăнран Соломон патша ик çĕр пысăк хулкан тутарнă; кашни хулкан не тума ултçĕршер сикль туптанă ылтăн кайнă,
(16) тата туптанă ылтăнранах виççĕр пĕчĕк хулкан тутарнă, кашни хулканне виççĕршер сикль ылтăн кайнă; патша вĕ сене кедртан тунă зал ăшчиккине тăратса тухнă.
(17) Тата вăл сăлан шăмминчен пы сăк кăна аслă пукан тутарнă, ăна таса ыл тăнпа виттернĕ;
(18) аслă пукан патне улăх ма ултă картлашка пулнă, аслă пукан умĕнче ылтăн ура сакки, ларкăчăн икĕ енĕнче чавса тĕревĕсем пулнă, вĕсемпе юнашар икĕ арăслан кĕлетки тăнă;
(19) тата унта ултă картлашка çинче, икĕ енче те, вуникĕ арăслан кĕлетки тăнă. Çакăн пек [аслă пукан] пĕр патшалăхра та пул ман.
(20) Соломон патшанăн ĕçмелли савă чĕсем пурте ылтăн пулнă, çавăн пекех Ливан йывăçĕнчен лартнă çуртри мĕн пур савăтсапа та таса ылтăнран пулнă; Соломон вăхăтĕнче кĕмĕл ниме те тăман:
(21) патша карапĕсем Хирам тарçисемпе пĕрле Фарсиса çÿренĕ, вĕсем унтан виçĕ çулта пĕрре таврăнса ылтăнпа кĕмĕл, сă лан шăмми тата упăтесемпе турткăшсем илеиле килнĕ.
(22) Пуянлăхĕпе, ăслăлăхĕпе Соломон пат ша çĕр çинчи пур патшаран та малта тă нă.
(23) Унăн чĕрине Турă хывнă ăслăлăха итлесе пăхасчĕ тесе, çĕр çинчи пур патша та Соломонпа курнăçма май шыранă.
(24) Çапла вĕсем ăна çулсеренех, кашнийĕ хăй енчен, кĕмĕл савăтсемпе ылтăн са вăтсем, тумтирпе кăрал, ырă шăршăлăх, урхамахсемпе ашакла лашасем парнеле парнеле панă.
(25) Соломонăн утурхамах валли тăватă пин вите пÿлмекĕпе çар урапи, вуникĕ пин юланут пулнă; вĕсене вăл çар ураписен хулисем тăрăх вырăнаç тарса тухнă, Иерусалимра патша çумĕнче те тытнă;
(26) Соломон Евфрат юханшывĕн чен пуçласа Филисти çĕрĕпе Египет чик ки таран пур патшашăн та хуçа пулса тăнă.
(27) Çавăн чухне патша Иерусалимра [ылтăнпа] кĕмĕле [ахаль] чулпа пĕр ха ка ÿкернĕ, кедр йывăçне вара, питех те нумаййине кура, айлăмсенче ÿсекен си комора йывăçĕпе пĕр хака хăварнă.
(28) Ур хамахсене Соломон валли Египетран та та пур çĕртен те кÿрсе тăнă.
(29) Соломонăн ытти ĕçĕсене, малтанхи семпе кайранхисене те, Нафан пророк çырса пынисенче, Силом çынни Ахия малашнехине пĕлтерсе каланинче тата Иоиль витĕркуран куçне Нават ывăлĕ Иеровоам пирки мĕн курăннинче кăтарт са панă.
(30) Соломон Иерусалимра Израиль патшинче хĕрĕх çул ларнă.
(31) Соломон ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна хăй ашшĕн, Давидăн, хулинче пытарнă. Унăн вырăнне патшана ун ывăлĕ Ровоам ларнă.
10
(1) Ровоам ĕнтĕ Сихем хулине кай нă, мĕншĕн тесессĕн ăна патшана лартма пĕтĕм Израиль халăхĕ Сихеме пуçтарăннă пулнă.
(2) Нават ывăлĕ Иеро воам çакăн çинчен илтнĕ те, — Соломон патшаран Египета тарса кайнăскер, вăл çавăнта пулнă,— Египетран каялла тав рăннă.
(3) Ăна çын ярса чĕнтерсе илнĕ; ва ра Иеровоампа пĕтĕм Израиль Ровоам патне пынă та çапла каланă:
(4) санăн аçу пирĕн çине йывăр çĕклем хунăччĕ; эсĕ ĕнтĕ çăмăллатса парсамччĕ пире аçунăн хĕрхенÿсĕр ĕçне, пирĕн çине тиенĕ йывăр çĕклеме, вара эпир саншăн ĕçлесе тăрă пăр, тенĕ.
(5) Ровоам вĕсене каланă: виçĕ кунран тепре килĕр ман патăма, тенĕ. Халăх саланнă.
(6) Ровоам патша хăйĕн аш шĕ Соломон чĕрĕ чухне ун умĕнче тăнă аслă çынсемпе канашланă, каланă вĕсе не: эсир мана çак халăха мĕн калама ăс паратăр? тенĕ.
(7) Лешĕсем ăна каланă: эхер те эсĕ [паян] çак халăхшăн ырă пулсас сăн, вĕсене юрасассăн, вĕсемпе ăшă кă мăлтан калаçсассăн, вĕсем ĕмĕрлĕхе са нăн чурусем пулĕç, тенĕ.
(8) Анчах вăл аслă çынсем панă канаша вырăна хуман, хăй пе пĕрле ÿссе çитĕннĕ, ĕнтĕ хăй умĕнче тăракан çамрăк çынсемпе канашланă;
(10)
(9) вĕсене çапла каланă: мана «пирĕн çине аçу хунă çĕклеме çăмăллатса парсамччĕ пире» тенĕ çак халăха мĕн калама канаш паратăр эсир? тенĕ.
(10) Пĕрле ÿссе çитĕннĕ çамрăксем каланă ăна: санпа калаçса, сана: «санăн аçу пирĕн çине йывăр çĕк лем хучĕ, эсĕ ĕнтĕ çăмăллăх парсамччĕ пире» тенĕ çак халăха çапла кала, çапла кала вĕсене: манăн кача пÿрнем те атте мĕн пилĕкĕнчен хулăнрах.(11) Манăн аттем сирĕн çине йывăр çĕклем хунă, эпĕ вара сирĕн çĕклемĕре тата йывăрлатăп; ат тем сире чăпăрккапа хĕнесе асап кăтар татчĕ, эпĕ сире вĕçне тимĕр янă пушăпа [хĕнеттерĕп] тесе кала, тенĕ.
(12) Патша «виçĕ кунран тепре килĕр ман патăма» тенине астуса, виççĕмĕш кунне Ровоам патне Иеровоампа пĕтĕм халăх пынă.
(13) Çавăн чухне, аслă çынсен канаш не вырăна хумасăр, патша вĕсене хаяррăн хуравланă, çамрăк çынсен канашне тăн ласа вăл çапла каланă:
(14) манăн аттем сирĕн çине йывăр çĕклем хунă, эпĕ вара ăна тата йывăрлатăп; аттем сире чăпăрк капа хĕнесе асап кăтартатчĕ, эпĕ сире вĕçне тимĕр янă пушăпа [хĕнеттерĕп], тенĕ.
(15) Патша халăха итлемен, мĕншĕн тесессĕн Турă ирĕкĕ çапла пулнă: Çÿлху çа Хăйĕн сăмахне — Силом çынни Ахия урлă Нават ывăлне Иеровоама каланă сăмахне — вырăна килтернĕ.
(16) Патша хăйсене итлеменнине курсас сăн, пĕтĕм Израиль ăна çапла хуравласа каланă: пирĕншĕн Давидра мĕнле пай пултăр? Пирĕншĕн Иессей ывăлĕнчен пай çук; эй Израиль, хамăр чатăрсене тав рăнар! Давид, ĕнтĕ хăвăн килне пĕлсе тăр, тенĕ. Çапла Израильсем пурте хăй сен чатăрĕсене саланнă.
(17) Ровоам вара Иуда хулисенче пурăнакан Израильсем шĕн çеç патша пулса юлнă.
(18) Вăл Адо нирама, хырçă пуçтаракансен пуçлăхне, Израиль ывăлĕсемпе калаçма янă, анчах лешĕсем ăна чулпа персе чул айне ту нă, вăл вилнĕ вара. Ровоам патша хăй Иерусалима тарасшăн васкасах çар урапи çине хăпарса ларнă.
(19) Израильсем çапла Давид килĕнчен уйăрăлса кайнă — паян кунчченех çапла.
11
(1) Ровоам Иерусалима çитнĕ те, Израильпе çапăçса патшалăха хăй аллине тавăрас тесе, Иудăпа Вениамин килĕнчен çĕр сакăрвунă пин чи вăйпитти çар çынни чĕнсе пуçтарнă.
(2) Çавăн чухне Самее, Турă çыннине, Çÿлхуçаран çакăн пек сăмах пулнă:
(3) Ровоама — Соломон ывăлне, Иудея патшине — тата Иудăпа Вениамин йăхĕнчи пĕтĕм Израиле кала,
(4) Çÿлхуçа çапла калать, те: ан кайăр, хă вăр тăванăрсемпе вăрçă ан пуçлăр; пурте киле таврăнăр, мĕншĕн тесессĕн ку Ма нăн ирĕкĕмпе пулнă, тенĕ. Итленĕ вĕсем Çÿлхуçа сăмахне, Иеровоама хирĕç тух нăскерсем каялла таврăннă.
(5) Ровоам Иерусалимра пурăннă; Иуде йăри хуласене вăл хÿме тытса çавăрнă.
(6) Вăл тĕреклĕлетнĕ хуласем: Вифлеем, Ефам, Фекоя,
(7) Вефцур, Сохо, Одоллам,
(8) Геф, Мареша, Зиф,
(9) Адораим, Лахис, Азека,
(10) Цора, Аиалон, Хеврон. Кусем пурте Иудăпа Вениамин йăхĕнчи хула сем пулнă. пÇак керемсене тĕреклĕлет се, Ровоам унта пуçлăхсем уйăрса лартнă, тырăпа йывăç çăвĕ тата эрех тытма упра вăшсем тутарнă.
(12) Вăл кашни хуланах хулкансемпе сăнăсем панă, хуласене пи тĕ вăйлă тĕреклĕлетнĕ. Иудăпа Вениамин çаплах унăн аллинче пулнă.
(13) Пĕтĕм Израиль çĕрĕнчи священник семпе Левитсем пур çĕртен те Ровоам патне пуçтарăннă,
(14) Левитсем ĕнтĕ, хăй сен хула таврашĕнчи çĕрĕпе çуртйĕрне пăрахса, Иудейăна, Иерусалима тухса килнĕ пулнă, мĕншĕн тесессĕн Иерово ампа ун ывăлĕсем вĕсене Çÿлхуçа умĕн че ĕçлесе тăма паман,
(15) хăй патĕнче вăл тÿпем вырăнсенче чÿк туса тăма апăс сем лартса тухнă, çав вырăнсене вăл качака такипе пăру кĕлеткисем тутарса лартнă.
(16) Священниксемпе Левитсем хыççăн, чĕрисем Израилĕн Çÿлхуçа Турри енне туртăннипе, хăйсен ашшĕсен Çÿлху çа Туррине парне кÿмешкĕн Иерусалима Израилĕн пур йăхĕнчен те çынсем килсе тăнă.
(17) Вĕсем Иуда патшалăхне тĕрек кÿр се уралантарнă, Соломон ывăлне Ровоама виçĕ çул хушши пулăшсахунтăласа тăнă, мĕншĕн тесессĕн çав виçĕ çул хушшинче вĕсем Давидпа Соломон çулĕпе çÿренĕ.
(18) Ровоам Махалафăна — Давид ывăлĕн Иеромофăн хĕрне, унтан Авихаиле — Иессей ывăлĕн Елиавăн хĕрне — качча илнĕ,
(19) Авихаиль ăна ывăлсем — Иеуса, Шемарияна тата Загама — çуратса панă.
(20) Ун хыççăн Ровоам Маахана — Авесса лом хĕрне — качча илнĕ; ку ăна Авияпа Аттая, Зизапа Шеломифа çуратса панă.
(21) Ровоам Маахана — Авессалом хĕрне — ытти арăмĕсемпе çумарăмĕсенчен пу ринчен ытларах юратнă, — унăн вунса кăр арăмпа утмăл çумарăм пулнă, унăн çирĕм сакăр ывăлпа утмăл хĕр çуралнă.
(22) Мааха ывăлне Авияна вăл тăванĕсен пуçлăхĕ туса хунă, мĕншĕн тесессĕн вăл ăна патшана лартасшăн пулнă.
(23) Вăл ăс лăтăнлă тунă: пĕтĕм ывăлне Иудăпа Ве ниамин çĕрĕ тăрăх мĕнпур тĕреклĕлетнĕ хулана салатнă; пурăнма мĕн кирлине тулăххăн парса, вĕсем валли нумай арăм та тупса панă.
12
(1) Патшалăхĕ тĕреклĕленсе çитсес сĕн, Ровоам вăйланса кайнă, вара вăл, ĕнтĕ унпа пĕрле пĕтĕм Израиль те Çÿлхуçа саккунне пăрахнă.
(2) Ровоам пиллĕкĕмĕш çул патшара лар нă чухне Сусаким, Египет патши, Иеруса лима тапăннă, — ку ĕнтĕ Ровоампа Иудея халăхĕ Çÿлхуçаран пăрăннипе пулса ирт нĕ,—
(3) пин те икçĕр çар урапипе, утмăл пин юланутпа тапăннă; унпа пĕрле Еги петран килнĕ халăхăн, Ливи çыннисен, сукхитсен тата эфиопсен шучĕ те пул ман;
(4) Иудейăри тĕреклĕлетнĕ хуласене парăнтарса вăл Иерусалим патнех çит нĕ.
(5) Çавăн чухне Ровоам патне тата Су сакимран тарса Иерусалима пуçтарăннă Иудея çулпуçĕсем патне Самей пророк пынă та каланă: Çÿлхуçа çапла калать: эсир Мана пăрахрăр, çавăншăн Эпĕ те си ре пăрахатăп, Сусаким аллине паратăп, тет, тенĕ.
(6) Вара Израиль çулпуçĕсем те, патша та йăвашланнă та çапла каланă: Çÿлхуçа тÿррине калать! тенĕ.
(7) Çÿлхуçа вĕсем йăвашланнине курнă, вара Самее Çÿлхуçаран сăмах пулнă: вĕсем йăваш ланчĕç; пĕтерсе тăкмăп, вĕсене кĕçех çăлăнăç та парăп, Иерусалим çине Суса ким алли урлă çиллĕм ÿкмĕ;
(8) çапах та вĕсем унăн тарçисем пулĕç: Мана пăхăнса тăрассипе çĕр çинчи патшасене пăхăн са тăрасси мĕнлереххине пĕлччĕр, тенĕ.
(9) Вара Сусаким, Египет патши, Иерусали ма кĕнĕ те Çÿлхуçа Çурчĕн пуянлăхне те, патша керменĕн пуянлăхне те туртса илнĕ; йăлтах илнĕ вăл, Соломон тунă ылтăн хулкансене те илнĕ.
(10) Ровоам пат ша ĕнтĕ вĕсем вырăнне пăхăр хулкансем тутарнă та патша керменне кĕнĕ çĕрте сыхласа тăракансен пуçлăхĕсен аллине панă. пПатша Çÿлхуçа Çуртне кайма тух нă чухне вĕсене сыхлавçăсем тытса пы нă, кайран каллех сыхлавçăсен пÿлĕмне кайса хунă.
(12) Ровоам йăвашлансассăн, Турă çилли ун çумĕнчен сирĕлнĕ, ăна тĕппипе пĕтерсе лартман: ĕнтĕ Иудейă ра ырри те пулнă.
(13) Ровоам ĕнтĕ Иерусалимра тĕрек ил се çирĕпленнĕ, вăйлă патша пулнă вăл. Патшана ларнă чухне вăл хĕрĕх пĕр çул та пулнă; вара вăл Иерусалимра, — Турă Хăйĕн ячĕ унта тăтăр тесе Израильсен мĕнпур йăхĕнчен суйласа илнĕ хулара, — вунçичĕ çул патшара ларнă. Унăн амăшĕ, Аммон ăрăвĕнчен тухнăскер, Наама ятлă пулнă.
(14) Ровоам усал ĕçсем тунă: кăмă лĕ унăн Çÿлхуçана шыраса тупас енне туртăнман.
(15) Ровоам ĕçĕсене, малтанхисемпе кай ранхисене те, Самей пророк тата Адда витĕркуран йăхкăк çырăвĕсенче çырса
(12) кăтартнă. Ровоам мĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех Иеровоампа вăрçă вăрçнă.
(16) Ровоам ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна Да вид хулинче пытарнă. Ун вырăнне патша на унăн ывăлĕ, Авия, ларнă.
13
(1) Иеровоам вунсаккăрмĕш çул пат шара ларнă чухне Авия иудейсен патши пулса тăнă.
(2) Вăл Иерусалимра виçĕ çул патшара ларнă; унăн амăшĕ, Гива хулинчи Уриил хĕрĕ, Михаия ятлă пулнă. Авия Иеровоампа вăрçă вăрçнă.
(3) Авия вăрçа харсăр çынсенчен суйласа илнĕ тăватçĕр пин çынран тăракан çар илсе тухнă; Иеровоам вара ăна хирĕç сакăрçĕр пин çынпа тухнă, кусем те çавăн пекех харсăр та суйласа илнĕскерсем пулнă.
(4) Авия пĕр Ефрем тăвĕ тăррине, Цемараим тăррине, улăхса тăнă та çапла каланă: эй Иеровоам, эй пĕтĕм Израиль, итлĕрха ма на! тенĕ.
(5) Пĕлместĕрим эсир, Израилĕн Çÿлхуçа Турри, [ĕмĕрлĕхе хывнă] тăвар халалĕ тăрăх, Давида, ăна хăйне тата ун ывăлĕсене ĕмĕрех Израиль патши пулма халалланă!
(6) Анчах та Иеровоам — Нават ывăлĕ, Давид ывăлĕн Соломонăн чури — хăйĕн хуçине хирĕç тăнă.
(7) Унăн тавра ăçтиçук çынсем, пăсăлнă çынсем пуçта рăннă та Соломон ывăлне Ровоама хирĕç чăмăртаннă; Ровоам ĕнтĕ çамрăк пулнă, хавшак чĕреллĕ пулнă, вĕсене хирĕç тă райман.
(8) Халĕ вара эсир, хăвăр питех те йышлăн пулнипе тата хăвăра Иеровоам турă тесе туса панă ылтăн пăру кĕлет кисене шанса, Давид ывăлĕсен аллинчи Çÿлхуçа патшалăхне хирĕç тăма шутла тăр.
(9) Эсир мариха, Çÿлхуçа священникĕ сене, Аарон ывăлĕсене тата Левитсене хăваласа ярса, хăвăр патăрта ытти çĕрсен чи халăхсенни пек священниксем лартса тухрăр? Хăйне халаллă тăвасшăн пăрупа çичĕ така илсе пыракан кирек мĕнле çын та сирĕн патăрта суя турăсен священникĕ пулса тăрать.
(10) Пирĕн вара — Çÿлхуçа Туррăмăр; эпир Ăна пăрахман, Çÿлхуçа на священниксем, Аарон ывăлĕсем, тата хăйсен ĕçĕнчи Левитсем ĕçлесе тăраççĕ. иВĕсем ирсерен те каçсерен Çÿлхуçана пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесем кÿреççĕ, ырă шăршăллă тĕтĕм тĕтĕреççĕ, таса сĕтел çине ретĕнретĕн парне çăкă рĕсем хураççĕ, кашни каç çунса тăччăр тесе ылтăн çутаткăçпа унăн лампадисе не çутаççĕ, мĕншĕн тесессĕн эпир Çÿлху çа Туррăмăр панă йĕркене тытса тăрат пăр, эсир вара ăна пăрахнă.
(12) Пирĕнпе пĕрле Турă, Вăл пирĕн умран пырать; Унăн священникĕсем те пирĕнпе пĕрле, вĕсем сире хирĕç вăрçă труписене кăш кăртаççĕ. Эй Израиль ывăлĕсем! аçăрсе нĕн Çÿлхуçа Туррипе вăрçă ан вăрçăр: ăнăçлă пулас çук, тенĕ Авия.
(13) Çав хушăра Иеровоам вĕсен хыçне пĕр ушкăн çар пытарса тăратнă, çапла ĕнтĕ вăл хăй иудейсем умĕнче пулнă, пытанса тăнисем вĕсен хыçĕнче пулнă.
(14) Иудейсем çаврăнса пăхнă та — акă ĕнтĕ вĕсене умран та, хыçран та çапăçу кĕтет; вара вĕсем Çÿлхуçана тархасласа чĕнме тытăннă, священниксем трупасемпе кăш кăртса янă.
(15) Иудейсем хыттăн кăшкăрса янă. Вĕсем кăшкăрса ярсассăн, Турă Авия па Иуда умĕнче Иеровоампа Израильсене пĕтĕмпе çапса хуçнă.
(16) Израиль ывăлĕсем иудейсенчен тарма пуçланă, Турă ĕнтĕ вĕсене иудейсен аллине ÿкернĕ.
(17) Авия па унăн халăхĕ вĕсене вăйлăн аркатса тăкнă; Израилĕн пилĕкçĕр пин çын пĕт нĕ, вĕсем чи хастаррисем пулнă.
(18) Вара Израиль ывăлĕсем йăвашланнă, вăйли сем Иуда ывăлĕсем пулнă, мĕншĕн те сессĕн вĕсем хăйсен ашшĕсенĕн Çÿлхуçа Туррине шанса тăнă.
(19) Авия, Иеровоама хыççăнах хăваласа кайса, унăн хулисе не — Вефильпе ăна пăхăнса тăракан ху ласене, Иешанăпа ăна пăхăнса тăракан хуласене, Ефронпа ăна пăхăнса тăракан хуласене — туртса илнĕ.
(20) Ĕнтĕ Авия ĕмĕ рĕнче Иеровоам ура çине çĕкленсе йăл илеймен, Çÿлхуçа ăна халтан ÿкернĕ, вăл вилнĕ вара.
(21) Авия вăй илсе тĕреклĕлен
(13) нĕ; унăн вунтăватă арăм пулнă, унăн çи рĕм икĕ ывăлпа вунултă хĕр çуралнă.
(22) Авиян ытти ĕçĕхĕлĕпе уйрăм ĕçĕсене, унăн сăмахĕсене Адда пророк каланинче çырса кăтартнă.
14
(1) Авия ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна Давид хулинче пы тарнă. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Аса, ларнă. Аса ĕмĕрĕнче çĕр çинче ву нă çул хушши лăпкă самана тăнă.
(2) Аса хăйĕн Çÿлхуçа Туррине юрăхлă ырă ĕç сем тунă:
(3) вăл ют турăсене чÿк парни кÿмелли вырăнсемпе тÿпем вырăнсене пăрахăçланă, йĕрĕхĕсене çĕмĕрсе тăкнă, [халалласа] лартнă йывăçсене касака са пăрахнă;
(4) иудейсене вăл ашшĕсенĕн Çÿлхуçа Туррине шыраса тупма, [Унăн] саккунĕпе Вăл хушса хăварнă йĕркесене пурăнăçласа тăма хушнă;
(5) Иудейăри пур хулара та тÿпем вырăнсемпе ырă шăр шă тĕтĕрмелли вырăнсене пăрахăçланă. Ун вăхăтĕнче патшалăхра лăпкă пулнă.
(6) Аса Иудейăра тĕреклĕлетнĕ хуласем ту са лартнă, мĕншĕн тесессĕн çĕр çинче лăпкă пулнă: Çÿлхуçа хăйне лăпкă са мана панăран çав çулсенче унăн вăрçă пулман.
(7) Иудейсене вăл çапла каланă: çак хуласене туса лартăпăр та вĕсене пашнеллĕ, хапхаллăсăлăплă хÿме тытса çавăрăпăр. Çĕрĕмĕр халлĕхе пирĕнха, мĕншĕн тесессĕн эпир Çÿлхуçа Туррăмă ра шыраса тупрăмăр: эпир Ăна шыраса тупрăмăр та, Вăл пире пур енчен те тă нăçлăх пачĕ, тенĕ. Вара ĕçе тытăннă, ĕçĕ ăнса пынă.
(8) Асан çар вăйĕ те пĕчĕк пул ман: Иуда йăхĕнчен — хулканпа та сăнă па авăрланнă виççĕр пин çын, Вениамин йăхĕнчен — хулканпа авăрланнă, ухăпа перекен икçĕр сакăрвунă пин çын пулнă; пурте вĕсем харсăр çынсем пулнă.
(9) Вĕсене Эфиопи çынни Зарай пинпин çынлă çарпа, виççĕр çар урапипе тапăнса килнĕ, Мареша хули патне çитнĕ.
(10) Аса ăна хирĕç тухнă, Мареша патĕнчи ЦЕфа та айлăмĕнче çапăçăва кĕме йĕркеленсе тăнă. иАса ĕнтĕ хăйĕн Çÿлхуçа Туррине тархасласа каланă: эй Çÿлхуçамăр! Эсĕ мари вăйлине е вăйсăррине пулăшака нĕ? пулăшсамччĕ пире, Çÿлхуçа Туррă мăр: эпир Сана шанса тăратпăр, Санăн ятушăн çак пысăк йыша хирĕç тухрăмăр. Эй Çÿлхуçа! Эсĕ пирĕн Турă: Сана этем ан çĕнтерейтĕр, тенĕ.
(12) Çÿлхуçа ĕнтĕ эфи опсене Аса умĕнче, Иуда умĕнче çапса хуçнă; эфиопсем каялла тарнă.
(13) Аса тата унпа пĕрле пулнă халăх вĕсене Герар пат не çитиччен хăваласа кайнă; эфиопсем пĕтнĕ вара, пĕри те чĕрĕ юлман, мĕншĕн тесессĕн вĕсене Çÿлхуçапа Унăн çÿлти çа рĕ çĕмĕрсе тăкнă. Иудейсем вара темĕн чухлĕ пурлăх пухса тултарнă.
(14) Вĕсем Герар таврашĕнчи мĕнпур хулана аркат са тăкнă, унта пурăнакансем Çÿлхуçа ран сехĕрленсе ÿкнĕ; хуласене пĕтĕмпех çаратнă, вĕсенчен питĕ нумай тупăш илсе тухнă.
(15) Çавăн пекех кĕтÿçĕсен ÿплисене те тустарса хăварнă, кĕтĕвĕкĕтĕвĕпе вак выльăх, тĕве хăваласа кайнă, унтан Иеру салима таврăннă.
15
(1) Çавăн чухне Одед ывăлĕ Азария çине Турă Сывлăшĕ аннă,
(2) Азария вара Асана хирĕç тухса кĕтсе илнĕ те ка ланă ăна: итлĕр мана, Аса, пĕтĕм Иудăпа Вениамин, эсир Çÿлхуçапа чухне — Вăл сирĕнпе; Ăна шыратăр пулсассăн, Вăл тупăнĕ сирĕншĕн; эхер те Ăна пăрахрăр пулсассăн, Вăл сире пăрахĕ.
(3) Нумай вăхăт хушши Израиль чăн Турăсăр, вĕрентсе тăракан священниксăр, саккунсăр пулĕ;
(4) анчах та вăл, аптăраса çитсе, Израилĕн Çÿлхуçа Турри енне çаврăнсассăн, Ăна шырама тытăнсассăн, Турă Хăйне туп ма парĕ.
(5) Çав вăхăтра тухаканшăн та, кĕрекеншĕн те тăнăçлăх пулмĕ, мĕншĕн тесессĕн çĕр çинче пурăнакансем пурте вăйлă пăлханĕç;
(6) халăхпа халăх, хулапа хула çапăçĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсене Турă тĕрлĕрен инкексинкекпе сехĕрлентерсе
(15) çитерĕ.
(7) Анчах эсир аптăраса ан ÿкĕр, аллăрсем ан усăнччăр, мĕншĕн тесессĕн сире хăвăрăн ырă ĕçĕрсемшĕн тивĕçлипе тавăрса парĕç, тенĕ.
(80) дед пророк ывăлĕ [Азария] малаш нехине пĕлтерсе каланă çак сăмаха илт сессĕн, Аса, хастарланса кайса, Иудăпа Вениаминăн пĕтĕм çĕрĕнчен, Ефрем тă вĕ çинчи хăй ярса илнĕ хуласенчен суя тĕн йĕрĕнчĕкĕсене кăларса ывăтнă, Çÿл хуçа Çурчĕн пăлтăрĕ умĕнчи парне вы рăнне çĕнетсе тÿрлетнĕ.
(9) Унтан вăл пĕ тĕм Иудăпа Вениамина тата вĕсем хуш шине куçса килнĕ Ефрем çыннисене, Манассияпа Симеон çыннисене пуçтар нă: Çÿлхуçа Турă Аса патшапа иккенне курсассăн, Израиль çыннисем нумайă шĕ ун енне куçнă пулнă.
(10) Çапла ĕнтĕ Аса вунпиллĕкĕмĕш çул патшара ларнă чухне, виççĕмĕш уйăхра, пурте Иеруса лима пухăннă; иçав кун вĕсем хăйсем ярса илнĕ тупăшран Çÿлхуçана шултăра выльăх йышĕнчен çичçĕр, вак выльăх йышĕнчен çичĕ пин парне кÿнĕ;
(12) унтан вĕсем ашшĕсен Çÿлхуçа Туррине пĕтĕм чĕререн, пĕтĕм чунтан парăнса шыраса тупма халал хывнă;
(13) Израилĕн Çÿлхуçа Туррине шыраман çын кирек кам та — ачаи вăл, çитĕннĕ çыни, арçыни е хĕра рăми — вилмелле.
(14) Трупасемпе мăйра касен сасси кĕрлесе тăнă май хытă сасăпа, кăшкăракăшкăра ярса, Çÿлхуçана тупа тунă.
(15) Иудейсем пурте çак тупашăн са вăннă, мĕншĕн тесессĕн вĕсем пĕтĕм чĕ ререн тупа тунă, Турра чунтан тăрăшса шыранă, вара Вăл вĕсене Хăйне тупма панă. Çÿлхуçа ĕнтĕ вĕсене пур енчен те канăçлăх панă.
(16) Астарта кĕлеткине тунă шăн Аса патша хăйĕн амăшне Маахана патша амăшĕн тивĕçĕсĕр хăварнă. Аса çав кĕлеткене касса вакланă та Кедрон айлă мĕнче çунтарса янă.
(17) Израильре тÿпем вырăнсене пăрахăçламан пулин те, Аса мĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех Çÿлхуçана чĕререн парăнса пурăннă.
(18) Çÿлхуçа Çуртне вăл ашшĕ халалланă япаласемпе хаи халал ланă япаласем — ылтăн, кĕмĕл, савăт сапа — хывнă.
(19) Аса патшана ларнăранпа вăтăр пиллĕкĕмĕш çул çитиччен те вăрçă пулман.
16
(1) Аса вăтăр улттăмĕш çул патшара ларнă чухне Вааса, Израиль патши, Иудейăна хирĕç тапранса тухнă та, Иудея патши Аса патĕнчен никам та ан каяйтăр, ун патне никам та ан ки лейтĕр тесе Рама хулине тума тытăннă.
(2) Аса Çÿлхуçа Çурчĕпе патша керменĕн мул управăшĕсенчен ылтăнпа кĕмĕл ил се тухнă та çакна Дамаскра пурăнакан Сири патши Венадад патне ăсатнă, ăна çапла калама хушнă:
(3) ман аттемпе сан аçу килĕштерсе пурăннă пек, санпа ман хушшăмăрта та килĕшÿ пултăр; акă эпĕ сана ылтăнпа кĕмĕл ярса паратăп: кай та Израиль патшипе Ваасапа тунă килĕшĕв не пăрахăçла, çапла вăл манран хăптăр, тенĕ.
(4) Венадад ĕнтĕ Аса патшана итле нĕ, хăйĕн çарпуçĕсене Израиль хулисене хирĕç кăларса янă, лешĕсем вара Ийон, Дан, Авелмаим хулисене тата Неффалим хулисенчи сыхлăх пурлăха пĕтĕмпех çа ратса тухнă.
(5) Çавăн çинчен илтсессĕн Вааса, хăйĕн ĕçне чарса, Рама хулине тума пăрахнă.
(6) Аса патша вара иудейсе не пурне те чĕнсе пуçтарнă та, лешĕсем Вааса çуртйĕр лартма хатĕрленĕ чулпа йывăçа Рамăран илсе кайнă,— çавăнтан вĕсем Гева тата Мицфа хулисене туса лартнă.
(7) Çав вăхăтра Ананий витĕркуран Иудея патши Аса патне пырса çапла каланă: эсĕ Çÿлхуçа Турруна шанмарăн, Сири патшине шантăн, унăн çарĕ çавăнпа сан аллунтан çăлăнса юлчĕ.
(8) Эфиопсемпе Ливи çыннисем вара пысăкрах çарпа, нумай йышлă çар ураписемпе, юланут семпе килменччĕи? Анчах та ун чухне эсĕ Çÿлхуçа пулăшасса шанса тăтăн та, Вăл вĕсене сан аллуна пачĕ,
(9) мĕншĕн тесессĕн Хăйне пĕтĕм чунчĕререн парăн нисене хунтăламашкăн Çÿлхуçа пĕтĕм çĕре пăхсакурса тăрать. Халĕ эсĕ ăссăрла турăн. Çавăнпа паянтан санăн вăрçăсем пулĕç, тенĕ Ананий витĕркуран.
(10) Аса çилленсе кайнă та Анание тĕрмене хуп са лартнă, вăл ĕнтĕ çав сăмахшăн питĕ тарăхнă; çав вăхăтра Аса ытти çынсене те хĕсĕрленĕ. иАса ĕçĕсене, малтанхисемпе кайран хисене те, Иудейăпа Израиль патшисенĕн кĕнекинче çырса кăтартнă.
(12) Хăй вăтăр тăххăрмĕш çул патшара ларнă чухне Аса ури ыратнипе аптăрама пуçланă, ÿчĕ тă рăх чирĕ çÿлеллех сарăлнă; анчах вăл чирĕнчен сывалмашкăн Çÿлхуçаран мар, эмелçĕсенчен пулăшу кĕтнĕ.
(13) Аса ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, вăл хăй хĕрĕх пĕрремĕш çул патшара ларнă чух не вилнĕ.
(14) Ăна хăй Давид хулинче туса янтăланă тупăклăха пытарнă; ырă шăр шăлăх тата тĕрлĕрен тунă сĕрĕш хурса тултарнă сак çине вырттарнă, çавна ун ячĕпе темĕн чухлĕ çунтарнă.
17
(1) Аса вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Иосафат, ларнă; вăл Израиль сене хирĕç вăй пухнă, тĕрек илсе çитнĕ.
(2) Иудейăри пур тĕреклĕлетнĕ хулана та вăл çар тăратса тухнă, пĕтĕм Иудея çĕрĕ тăрăх тата хăйĕн ашшĕ Аса илнĕ Ефрем хулисем тăрăх вара хурал çарĕ вырăнаç тарнă.
(3) Çÿлхуçа Иосафатпа пĕрле пулнă, мĕншĕн тесессĕн вăл Давидăн, хăй аш шĕн, малтанхи çулĕсемпе çÿренĕ, Ваал сене шыраман,
(4) вăл ашшĕн Туррине шы раса тупнă, Израильсем хыççăн кайман, Çÿлхуçа ÿкĕчĕсене уяса пурăннă.
(5) Çÿлху çа вара патшалăха ун аллинче шанчăк лă тăмалла çирĕплетнĕ; иудейсем ăна пурте парне парса тăнă, унăн пуянлăхĕпе мухтавĕ пысăк пулнă.
(6) Çÿлхуçа çулĕпе çÿренипе унăн чĕри хастарланса çĕклен нĕ; вăл ĕнтĕ Иудейăра тÿпем вырăнсене те, Астарта юписене те пăрахăçланă.
(7) Виççĕмĕш çул патшара ларнă чухне вăл хăйĕн улпучĕсене Бенхаилпа Овадийă на, Захарийăпа Нафанала тата Михее Иуда хулисем тăрăх халăха вĕрентсе çÿ реме янă,
(8) вĕсемпе пĕрле Левитсене — Шемаия, НЕфания, Зевадия, Азаил, Ше мирамоф, Ионафан, Афония, Товия, Тов Адония Левитсене — тата Елишамăпа Иорам священниксене те янă.
(9) Хăйсем пе пĕрле Çÿлхуçа саккунĕн кĕнекине илсе, вĕсем Иудейăра вĕрентсе çÿренĕ; хуларан хулана çÿресе пур çĕре те çит нĕ, çапла вĕрентнĕ халăха.
(10) Иудея тав рашĕнчи патшалăхсенче пурăнакансем пурте Çÿлхуçаран хăраса тăнă, çавăнпа Иосафатпа çапăçман. пФилистимсем ва ра Иосафата парнесем кÿрсе тăнă, хыр çине кĕмĕлпе тÿленĕ; çавăн пекех Арави çыннисем те вак выльăх — çичĕ пин те çичçĕр сурăх таки, çичĕ пин те çичçĕр качака таки — хăвалахăвала килнĕ.
(12) Иосафат çĕкленнĕçемĕн çĕкленсе пы нă, Иудейăра керемсем, сыхлăх пурлăх тытмалли хуласем тăватăва лартнă.
(13) Унăн Иудея хулисенче сыхлăх пурлăх нумай пулнă, Иерусалимра вара çар çын нисем, хăюллă çынсем, нумаййăн тăнă.
(14) Вĕсене йăхсем тăрăх шутласа тухсас сăн акă çапла пулать: Иуда йăхĕнчи пин пÿсем: Адна пуçлăх, унăн виççĕр пин хастар çар çынни пулнă;
(15) ун хыççăн Иоханан пуçлăх, унăн — икçĕр сакăрву нă пин;
(16) ун хыççăн Амасия, Зихри ывă лĕ, хăйне Çÿлхуçана халалланăскерĕ, унăн — икçĕр пин хастар çар çынни.
(17) Ве ниамин йăхĕнчен: хастар çар çынни Ели ада, унăн ухăпа тата хулканпа авăрлан нисем икçĕр пин пулнă;
(18) ун хыççăн Иегозавад, унăн кăралпа авăрланнисем çĕр сакăрвунă пин çар çынни пулнă.
(19) Çаксем ĕнтĕ, Иосафат пĕтĕм Иудейăри тĕреклĕлетнĕ хуласенче вырăнаçтарса тухнисемсĕр пуçне, патшана ĕçлесе гăнă çынсем.
18
(1) Иосафатăн пуянлăхĕ те, мухтавĕ те пысăк пулнă; вăл Ахавпа хурăн ташланнă.
(2) Темиçе çултан вăл Самарие Ахав патне кайнă; Ахав ун валли тата унпа пĕрле пынă çынсем валли темĕн чухлĕ шултăра выльăхпа вак выльăх пус са тултарнă, Иосафата хăй майлă çавăрса Галаадри Рамоф хули çине вăрçăпа кай ма сĕннĕ.
(3) Ахав, Израиль патши, Иудея патшине Иосафата каланă: манпа пĕрле Галаадри Рамоф çине кайăни? тенĕ. Ле шĕ ăна каланă: эсĕ мĕнле, эпĕ те çапла, сан халăху мĕнле, ман халăхăм та çавăн пекех: санпа пĕрле вăрçа пыратăп! тенĕ.
(4) Иосафат ĕнтĕ Израиль патшине тата та каланă: Çÿлхуçамăр мĕн калĕ, ыйтса пĕл паян, тенĕ.
(5) Израиль патши пророксене тăватçĕр çын пуçтарнă та каланă: Гала адри Рамофа вăрçăпа каймаллаи пирĕн е тытăнса тăмаллаи? тенĕ. Лешĕсем: кай, Туррăмăр ăна патша аллине парĕ, тенĕ.
(6) Иосафат каланă: кунта Турă пророкĕ та та çукши? унран та ыйтса пăхар, тенĕ.
(7) Израиль патши Иосафата каланă: пур тепĕр çын, ун урлă Çÿлхуçаран ыйтса пăхма пулĕ, анчах юратмастăп эпĕ ăна: вăл ман тĕллĕн ыррине пĕлтермест, яла нах япăххине анчах калать — Иемвлай ывăлĕ Михей вăл, тенĕ. Иосафат ĕнтĕ: эй патша, ун пек ан кала, тенĕ.
(8) Израиль патши вара пĕр хайрана чĕнсе илсе ка ланă: хăвăртрах Иемвлай ывăлĕ Михей патне çитсе кил, тенĕ.
(9) Израиль патшипе Иудея патши Иосафат, патша тумтирĕ тăхăннăскерсем, Самари хапхи умĕнчи уçă вырăнта харпăр хăй пуканĕ çинче ларнă, пĕтĕм пророк вĕсем умĕнче тăнă, малашне мĕн пуласса пĕлтерсе каланă.
(10) Седекия, Хенаана ывăлĕ, тимĕр мăйра ка туса тăхăннăскер, каланă: Çÿлхуçа çапла калать: çакăнпа эсĕ Сири çынни сене тĕппипе пĕтермелле сĕксе тухăн, тет, тенĕ. пЫтти пророкĕсем те пурте çавнах шантарса каланă: кай Галаадри Рамофа, ăнăçу пулĕ, Çÿлхуçа ăна патша аллине парĕ, тенĕ.
(12) Михее чĕнме янă çын ăна каланă: акă пророксем пурте пĕр сасăллăн патшана ырă пуласса шантарса калаççĕ; санăн сăмаху та вĕсенĕн сăмахĕпе килĕшÿл лĕ пулинччĕ: эсĕ те ырă каласам, тенĕ.
(13) Михей: Турă пур! эпĕ Туррăм мĕн ка ланине калăп, тенĕ.
(14) Вара вăл патша патне пынă, патша ăна каланă: Михей, Галаадри Рамофа вăрçăпа каймаллаи пирĕн е тытăнса тăмаллаи? тенĕ. Лешĕ ăна: кайăр, ăнăçу пулĕ сирĕн, вĕсем сирĕн аллăра ÿкĕç, тенĕ.
(15) Патша ăна каланă: Çÿлхуçа ячĕпе тĕрĕссине каланисĕр пуç не эсĕ мана урăх нимĕн те ан кала те се миçе хут тархасламалла сана? тенĕ.
(16) Вара Михей каланă: тусем тăрăх кĕтÿçĕ сĕр сурăхсем пек сапаланса кайнă пĕтĕм Израиль ывăлне куртăм эпĕ, — Çÿлхуçа: пуçлăх çук вĕсен, ĕнтĕ лăпланса, каш нийĕ хăй килне таврăнтăр, терĕ, тенĕ.
(17) Израиль патши Иосафата каланă: кала марăми сана, вăл ман тĕллĕн ыррине пĕлтермест, япăххине анчах калать теме рĕми? тенĕ.
(18) Михей каланă вара: Çÿлху çа сăмахне итлесе пĕтерĕрха: эпĕ Хăйĕн аслă пуканĕ çинче ларакан Çÿлхуçана куртăм, тÿпери пĕтĕм çар Унăн сылтăм енĕпе сулахай енĕнче тăратчĕ.
(19) Çÿлхуçа каларĕ: Ахава, Израиль патшине, кам илĕртĕши Галаад çĕрĕнчи Рамофа вăрçă па кайма, çавăнта тĕп пулма? терĕ. Хайхи пĕри капла калать, тепĕри апла калать.
(20) Унтан пĕр сывлăшĕ Çÿлхуçа умне тухса тăчĕ те: эпĕ илĕртсе çавăрăп ăна, терĕ. Çÿлхуçа унран ыйтрĕ: мĕнле майпа? терĕ.
(21) Лешĕ каларĕ: тухăп та унăн пур проро кĕн чĕлхиçăварĕнче те суялăх сывлăшĕ пулса тăрăп, терĕ. Çÿлхуçа каларĕ: эсĕ илĕртсе çавăрăн ăна, ĕлкĕрĕн; кай та çап ла ту, терĕ.
(22) Халĕ ĕнтĕ акă Çÿлхуçа çав суялăх сывлăшне санăн пророкусен чĕл хиçăварне кĕме чарман, анчах Çÿлхуçа сан çинчен ырă мар каларĕ, тенĕ Михей.
(23) Ĕнтĕ Хенаана ывăлĕ Седекия пынă та Михее питĕнчен çупса ярса каланă: сан урлă калаçса тăмашкăн Турă Сывлăшĕ манран мĕнле çулпа пăрăнса кайнăши вара? тенĕ.
(24) Михей каланă: эсĕ çакна пы танас тесе пÿлĕмрен пÿлĕме чупкаласа çÿренĕ кунхине курăн акă, тенĕ.
(25) Израиль патши каланă вара: Михее хула пуçлăхĕ Амон патне тата патша ывăлĕ Иоас пат не илсе кайăр та
(26) калăр вĕсене: патша çапла калать, тейĕр: тĕрмене лартăр та çакна, эпĕ вăрçăран таврăниччен çăкăрпа шыва çителĕксĕр парса тăрăр, тесе калать тейĕр, тенĕ.
(27) Михей каланă: эхер те эсĕ вăрçăран таврăнаятăн пулсассăн, ман урлă Турă мар калаçнă вара, тенĕ. Ун тан: эй халăх, пурте итлĕр çакна! тенĕ.
(28) Ентĕ Израиль патшипе Иосафат, Иудея патши, Галаад çĕрĕнчи Рамоф патне тух са кайнă.
(29) Израиль патши Иосафата ка ланă: эпĕ тумтир улăштарса тăхăнăп та çапăçăва кĕрĕп, эсĕ вара хăвăн патша тумтирне тăхăн, тенĕ. Вара Израиль пат ши тумне улăштарнă та çапăçăва кĕнĕ.
(30) Сири патши хăйĕн çар ураписен пуçлă хĕсене çапла хушнă: кĕçĕннипе те, асли пе те ан çапăçăр, пĕр Израиль патшипе анчах çапăçăр, тенĕ.
(31) Иосафата курсас сăн çар ураписен пуçлăхĕсем: «Израиль патши çакă!» тесе шутланă та ăна тапă насшăн талпăннă. Анчах Иосафат кăш кăрса янă та, Çÿлхуçа пулăшнă ăна, çар ураписене унран айккинелле пăрса янă.
(32) Çар ураписен пуçлăхĕсем, ку Израиль патши пулманнине курса, ун патĕнчен пăрăнса кайнă.
(33) Пĕр çынни çав хушăра уххине ăнсăртран карăнтарса вĕçертнĕ те Израиль патшине тимĕр тумтирĕн çĕв ви витĕр лектерсе амантнă. Патша хăйĕн лавçине каланă: мана амантрĕç, каялла çаврăн та мана çар хушшинчен илсе тух, тенĕ.
(34) Анчах çав кун çапăçу хĕрсе кайнă; Израиль патши каçченех Сири çыннисене хирĕç çар урапи çинчех тăнă, хĕвел аннă вăхăтра вилнĕ вара.
19
(1) Иосафат, Иудея патши, хăй килне Иерусалима ăнăçлăнах таврăннă.
(2) Ииуй — Анания ывăлĕ, витĕркуран — ăна хирĕç тухнă, вăл Иосафат патша на каланă: йĕркесĕр çынна пулăшмал лахчĕи санăн, Çÿлхуçана курайманни сене юратмаллахчĕи? Çакăншăн Çÿлхуçа сана çилленет.
(3) Çапах та санра ыррине те тупнă, мĕншĕн тесессĕн эсĕ [Иудея] çĕрĕнчи йĕрĕхсене аркатса тухрăн, чĕрÿ не Турă енне çавăртăн.
(4) Иосафат Иерусалимра пурăннă. Вăл каллех хăй халăхĕ хушшинче Вирсавия ран пуçласа Ефрем тăвĕ таранах çÿреме, çынсене ашшĕсенĕн Çÿлхуçа Турри енне çавăрма тытăннă.
(5) Тата Иудея çĕрĕнчи çирĕплетнĕ хуласенче кашни хуларах тÿресем лартса тухнă,
(6) тÿресене çапла каланă: хăвăр мĕн тунине асăрхасах тă рăр — эсир этем сутне тумастăр, Çÿлхуçа сутне тăватăр; сут ĕçĕнче Вăл сирĕнпе пĕрлех.
(7) Эсир Çÿлхуçаран хăрасах тă рăр: асăрханса ĕçлĕр — Çÿлхуçа Туррă мăрăн тĕрĕс марри те, юрама тăрăшни те, çын укçине хапсăнасси те çук, тенĕ.
(8) Иерусалимра пурăнакансене Çÿлхуçа сучĕпе сут тумашкăн, вĕсен тавăçĕсене татса памашкăн Иосафат Иерусалимра та тÿре ĕçне Левитсемпе священниксене тата Израиль йăхĕсен пуçлăхĕсене шан са панă.
(9) Вăл тÿресене çапла хытарса каланă: Çÿлхуçаран хăраса, таса чунпа, тÿррипе ĕçлĕр:
(10) хăйсен хулисенче пу рăнакан тăванăрсен кирек хăш тавăçне те татса памашкăн — юн тăкни пулнăи вăл е саккунпа, ÿкĕтпе, е Турă панă йĕр кепе, е йăлайĕркепе çыхăннăи — вĕсе не ăс парса вĕрентĕр: вĕсем Çÿлхуçа умĕнче айăпа ан кĕччĕр, Унăн хаяр çилли сирĕн çине тата сирĕн тăванăрсем çине ан ÿктĕр; çапла ĕçлĕр, вара çылăха кĕмес тĕр. пАслă священник Амария вара пĕ тĕм Çÿлхуçа ĕçĕ тĕлĕшĕпе сирĕншĕн асли пулать, Зевадия — Исмаил ывăлĕ, Иуда килĕн çулпуçĕ — пĕтĕм патша ĕçĕ тĕлĕ шĕпе асли пулать; пăхавçă Левитсем те хăвăр умрах. Çирĕп пулăр, ĕçлĕр, вара Çÿлхуçа ырă тăвакансемпе пĕрле пулĕ, тенĕ Иосафат патша.
20
(1) Çакăн хыççăн моавсем тата ам монсем, вĕсемпе пĕрлех Маон çĕр шывĕнчи хăшпĕр çынсем те Иосафата хирĕç вăрçăпа тухнă.
(2) Иосафат патне пыр са евит туса каланă: тинĕс леш енчен, Сирирен, сана шутсăр йышлăн тапăнса килеççĕ; вĕсем ХацацонФамаре, урăхла каласассăн Енгеддие, çитнĕ те ĕнтĕ, тенĕ.
(3) Иосафат хăраса ÿкнĕ те мĕн тумаллине Çÿлхуçаран ыйтма шутланă, вара пĕтĕм Иудея çĕрĕнче тип тытмалли çинчен пĕл тернĕ.
(4) Иудейсем ĕнтĕ Çÿлхуçаран пулă шу ыйтма пухăннă; Çÿлхуçана тархасла машкăн вĕсем Иудăн мĕнпур хулинчен килсе çитнĕ.
(5) Вара Иосафат çĕнĕ картиш умĕнчи Çÿлхуçа Çуртĕнче иудейсемпе Иеруса лим çыннисен умне тăнă та
(6) каланă: эй аттемĕрсен Çÿлхуçа Туррийĕ! Тÿпере Турă Эсĕ мариха? Эсĕ мĕнпур халăхсен патшалăхĕсене тытса тăратăн, Санăн ал лунта — вăй та хăват, Сана никам та хи рĕç тăраймасть!
(7) Туррăмăр, çак çĕр çинче пурăннисене Хăвăн Израиль халăхĕ хуш шинчен хăваласа яраканĕ, çĕре Авраам вăрлăхне, Хăвăн тусун ăрăвне, ĕмĕрлĕхе параканĕ Эсĕ мари вара?
(8) Халăх ĕнтĕ çак çĕр çине килсе тĕпленчĕ, кунта вĕсем Са нăн ятупа Турă Çурчĕ лартрĕç те çапла каларĕç:
(9) пирĕн тĕле тĕрлĕ инкек — хаяр хĕç, усал чир, выçлăх — килсессĕн, эпир çак Çурт умне, Санăн умна тухса тăрăпăр, мĕншĕн тесессĕн çакă Çуртра — Санăн яту; хамăр аптăраса çитсессĕн, Сана чĕ нĕпĕр, Эсĕ пире илтĕн те çăлса хăварăн.
(10) Халĕ акă кунта аммонсемпе моавсем тата Сеир тăвĕ çинче пурăнакансем çит рĕç, Египетран тухса килнĕ чухне Эсĕ Израиль халăхне вĕсен çĕрĕ урлă каçма чартăн, çавăнпа вĕсем тавраран кайнă та çав çĕр çыннисене тивмен; ихалĕ ĕнтĕ вĕсем пире ырăшăн еплерех тавăраççĕ: пире Эсĕ еткерлĕхе панă çĕр çинчен хă валаса яма килчĕç.
(12) Эй Туррăмăр! Сут ту вĕсене. Хамăра тапăннă çакă пысăк йыша хирĕç тăма пирĕн вăй çук, ĕнтĕ мĕн тумаллине те пĕлместпĕр, çавăнпа Сан енне пăхса тархаслатпăр! тенĕ Иоса фат.
(13) Иудейсем пурте — пĕчĕк ачисем те, арăмĕсем те, ывăлĕсем те — Çÿлхуçа умĕнче тăнă.
(14) Çавăн чухне Асаф ăрăвĕнчен тухнă Иозиил Левит çине, — унăн ашшĕ — Заха рия, Захария ашшĕ — Ванея, Ванея аш шĕ — Иеиел, Иеиел ашшĕ Матфания пул нă, — халăх хушшинче тăнă чухнех Турă Сывлăшĕ аннă,
(15) вара Иозиил каланă: иудейсем, Иерусалимра пурăнакансем та та Иосафат патша, итлĕр пурте! Çÿлхуçа сире çапла калать: çакă пысăк йышран ан хăрăр, ан сехĕрленĕр, мĕншĕн тесес сĕн ку вăл — сирĕн вăрçă мар, Турă вăр çи.
(16) Ыран вĕсене хирĕç çĕкленсе тухăр: авă вĕсем Циц сăрчĕ çинелле улăхаççĕ, эсир вара вĕсене айлăм вĕçĕнче, Иеруил пушхирĕ умĕнче, шыраса тупатăр.
(17) Халь хинче сирĕн çапăçмалла пулмасть; пыр са вырăнаçăр та тăрăр çавăнта, хăвăра Çÿлхуçа çăлнине пăхса тăрăр. Иуда, Иеру салим! ан хăрăр, ан сехĕрленĕр. Ыран вĕ сене хирĕç тухăр, Çÿлхуçа сирĕнпе пĕрле пулĕ, тенĕ.
(18) Иосафат çĕре ÿксе пуççапнă, иудейсем те, Иерусалимра пурăнакансем те пурте Çÿлхуçана пуççапма Çÿлхуçа умне çĕре ÿкнĕ.
(19) Ĕнтĕ Кааф ăрăвĕнчен тата Корей ăрăвĕнчен тухнă Левитсем Израилĕн Çÿлхуçа Туррине янăравлăн мухтамашкăн ура çине тăнă.
(20) Иосафат çарĕ ирхине ирех тăнă та Фекоя пушхирĕ еннелле кайнă; тапран са кайнă чухне Иосафат тăнă та кала нă: эй иудейсем, Иерусалимра пурăна кансем, итлĕр мана! Хăвăрăн Çÿлхуçа Туррăра ĕненĕр, вара эсир çирĕп пула тăр; Унăн пророкĕсене ĕненĕр, вара си ре ăнăçу пулĕ, тенĕ.
(21) Иосафат халăхпа канашланă, çавăн хыççăн вăл кăралпа авăрланнисем умне Çÿлхуçана аслăласа пымашкăн чаплă тум тăхăннă юрăçсене тăратнă, вĕсен: «Çÿлхуçана мухтавлăр: Унăн ырăлăхĕ — ĕмĕрлĕхе!» тесе юрласа пымалла пулнă.
(22) Вĕсем хавассăн кăшкă ракăшкăра илнĕ чухне, аслăланă чухне Çÿлхуçа Иудейăна тапăнса килнĕ аммон семпе моавсене тата Сеир тăвĕ çинче пурăнакансене пĕрпĕринпе хирĕçтерсе янă, лешĕсем пĕтнĕ вара:
(23) аммонсемпе моавсем Сеир тăвĕ çинче пурăнакансе не тапăннă та вĕсене пурне те тĕп тунă. Сеирта пурăнакансене пĕтернĕ хыççăн вара лешĕсем пĕрпĕрне вĕлерме тытăн нă.
(24) Иудейсем ĕнтĕ пушхирти сăрт пат не çитнĕ; шутсăр пысăк йыш тăнă енне пăхаççĕ те, акă унта — вилесем çеç выр таççĕ, вĕсем хушшинче пĕр чĕрĕ чун та çук.
(25) Вара Иосафатпа унăн халăхĕ унта тупăш пухма пынă, темĕн чухлĕ пурлăх, тумтир, хаклă япала тупнă, ĕнтĕ хăйсем йăтса каяйми пуçтарнă. Виçĕ кун хуш ши пуçтарнă вĕсем — тупăшĕ питех те нумай пулнă!
(26) Тăваттăмĕш кунхине вĕсем Мухтав айлăмне, хăйсем Çÿлхуçана мухтавланă çĕре, пухăннă. Çавăнпа ĕнтĕ çав вырăна паянхи кунчченех Мухтав айлăмĕ теççĕ.
(27) Кайран Иосафат мĕнпур иудейпе Иерусалим çыннисене каялла Иерусали ма ертсе кайнă; вĕсем савăннăхĕпĕртенĕ: Çÿлхуçа вĕсене тăшман хурри пулма па ман.
(28) Вĕсем Иерусалима, Çÿлхуçа Çурчĕ умне, псалтирьпе цитра каласа, трупа кăшкăртса пырса çитнĕ.
(29) Израиль тăш манĕсемпе Çÿлхуçа Хăй вăрçă вăрçнă те нине илтсессĕн, çĕр çинчи пур патшалăх та Турăран сехĕрленсе ÿкнĕ.
(30) Иосафат патшалăхне вара тăнăçлăх çитнĕ, Турă ăна пур енчен те канăçлăх парса тăнă.
(31) Иосафат Иудейăра патшара çапла лар нă: патшана ларнă чухне вăл вăтăр пил лĕкре пулнă, Иерусалимра çирĕм пилĕк çул хушши патшара ларнă. Унăн амăшĕ, Салаил хĕрĕ, Азува ятлă пулнă.
(32) Иосафат хăй ашшĕн, Аса патшанăн, çулĕпе çÿренĕ, унран пăрăнман, Çÿлхуçа умĕнче юрăхлă ĕçсем тунă.
(33) Анчах та тÿпем вырăнсене пăрахăçламан, халăх чĕри çав-çавах çи рĕпленсе çитсе хăй ашшĕсен Турри енне çаврăнайман.
(34) Иосафат мĕнмĕн тунине, ун малтан хи тата юлашки ĕçĕсене, Анания ывăлĕн Ииуйăн çырăвĕсенче çырса кăтартнă, вăл çырнине Израиль патшисенĕн кĕнекине кĕртсе хăварнă.
(35) Çавăн хыççăн Иосафат, Иудея патши, Израиль патшипе Охозияпа, саккуна пăс са пурăннăскерпе, çыхăну тытма пуçланă,
(36) унпа вăл Фарсис çĕрне карапсем туса ярас тĕллевпе çыхăннă; вара вĕсем Еци онГавер хулинче карапсем тунă.
(37) Çавăн чухне Елиезер — Марешăри Додава ывă лĕ — Иосафата малашне мĕн пулассине пĕлтерсе каланă: эсĕ Охозияпа явăçса кайрăн, Çÿлхуçа çавăншăн санăн ĕçне аркатать, тенĕ. Карапсем арканнă, вĕсем Фарсиса тухса кайма пултарайман.
21
(1) Иосафат ĕнтĕ канăçлă ашшĕсем пе пĕрлешнĕ, ăна Давид хулин че ашшĕсемпе пĕрле пытарнă. Ун вырăн не патшана унăн ывăлĕ, Иорам, ларнă.
(2) Унăн пиччĕшĕшăллĕсем, Иосафат ывă лĕсем, çаксем пулнă: Азария, Иехиил, Захария, Азария, Михаил тата Сафатия — кусем ĕнтĕ Иосафатăн, Израиль патши йĕн, ывăлĕсем.
(3) Ашшĕ вĕсене Иудейăри çирĕплетнĕ хуласене тата чылай ылтăн кĕмĕл, хаклă йышши япаласем парнеле нĕ; патшалăхне вара Иорама хăварнă, мĕншĕн тесессĕн вăл унăн малтанхи ывăлĕ пулнă.
(4) Иорам ĕнтĕ ашшĕ вырăн не патшана ларнă та çирĕпленсе çитнĕ, вара хăйĕн пĕртăванĕсене пĕтĕмпех хĕç пе касса вĕлерсе тухнă, вăл тата Израи лĕн хăшпĕр улпучĕсене те тĕп тунă.
(5) Патшана ларнă чухне вăл вăтăр иккĕ ре пулнă, Иерусалимра сакăр çул хуш ши патшара ларнă;
(6) хăйĕн арăмĕ Ахав хĕрĕ пулнă май вăл та, Ахав килĕ пек, Израиль патшисен çулĕпе çÿренĕ, Çÿлху çа умĕнче юрăхсăр ĕçсем туса пурăннă.
(7) Анчах та Çÿлхуçа Давид килне Давид
(21) па хывнă халала пула пĕтересшĕн пул ман, мĕншĕн тесессĕн Вăл ăна хăйне те, унăн ывăлĕсене те ĕмĕрлĕх çутаткăç па ма пулнă.
(8) Ун вăхăтĕнче Эдом ураланнă та Иуда аллинчен хăтăлса тухнă, ĕнтĕ вĕсем хăй сен патшине суйласа лартнă.
(9) Вара Иорам хăйĕн çарпуçĕсемпе, мĕнпур çар урапипе вырăнтан тапраннă; вăл çĕрле тапранса тухнă та хăйне çавăрса илнĕ идумейсем пе вĕсен çар ураписен пуçлăхĕсене пĕтĕм пе çапса аркатнă, [халăхĕ вара чатăрĕсене тарнă].
(10) Анчах та Эдом паян кунчченех Иудăна пăхăнмасăр пурăнать. Çавăн чух нех Ливна та Иуда аллинчен хăтăлнă, мĕншĕн тесессĕн Иорам ĕнтĕ ашшĕсен Çÿлхуçа Туррине пăрахнă пулнă. пВăл Иудея сăрттăвĕ çинче чÿк вырăнĕсем тума тытăннă, Иерусалимра пурăнакан сене аскăнлăха ертнĕ, Иудейăна илĕртсе çылăха кĕртнĕ.
(12) Вара ăна Илия пророкран çыру çитнĕ, унта çапла çырнă пулнă: «Давид аçунăн Çÿлхуçа Турри çапла калать: Иосафат аçу çулĕпе, Иудея патши Аса çулĕпе çÿ ременшĕн,
(13) Израиль патшисен çулĕпе кайнăшăн, Ахав килĕ астарса янă пек, Иудейăна тата Иерусалимра пурăнакан сене аскăнлăха ертнĕшĕн, хăвăнтан ла йăхрах пĕртăванусене вĕлернĕшĕн
(14) Çÿл хуçа акă санăн аслă халăхна, санăн ывă лусене те, санăн арăмусене те, санăн мĕнпур пурлăхна та пĕтерĕ,
(15) сана хăвна хăрушă чирпе, ăш чирĕпе, асаплантарĕ, чирÿ кунранкун араслансах пырĕ, ăшу чиккÿ тухатуха ÿкме пуçлĕ».
(16) Çÿлхуçа эфиопсемпе чикĕллĕ пурăна кан Филистимсемпе Арави çыннисене Иорама хирĕç çĕкленĕ;
(17) лешĕсем вара Иудейăна тапăнса унта çĕмĕрсе кĕрсе кайнă; патша керменĕнчи мĕнпур пур лăха, çавăн пекех унăн ывăлĕсене тата унăн арăмĕсене туртса илнĕ; Иорамăн вара Охозиясăр, кĕçĕн ывăлĕсĕр, пуçне урăх ывăл юлман.
(18) Çакăн хыççăн Çÿл хуçа Иорамăн ăшнечиккине сипленми чирпе чирлеттерсе янă.
(19) Кулленех асап ланнă вăл, вара иккĕмĕш çулталăк вĕçĕнче чире пула унăн ăшĕчикки юхса тухнă, вăл хăрушла асапланса вилнĕ; унăн ашшĕсене пытарнă чухне халăх ырă шăршăлăх çунтарнă пулсассăн, ăна пы тарнă чухне ун пек туман.
(20) Патшана ларнă чухне вăл вăтăр иккĕ ре пулнă, Иерусалимра сакăр çул хушши патшара ларнă. Хăйшĕн куççуль тухнине курмасăрах кайнă вăл, ăна Давид хулин че, анчах та патша тупăклăхне кĕртме сĕр пытарнă.
22
(1) Иерусалимра пурăнакансем ун вырăнне Охозияна, унăн кĕçĕн ывăлне, патшана лартнă, мĕншĕн тесес сĕн аслă ывăлĕсене Арави çыннисемпе пĕрле тапăра тапăннă эшкер вĕлерсе тух нă пулнă, — вара Охозия, Иорам ывăлĕ, Иудея патшине ларнă.
(2) Патшана ларнă чухне Охозия çирĕм иккĕре пулнă, Иерусалимра вăл çулта лăк хушши патшара ларнă. Ун амăшĕн ячĕ — Гофолия , вăл Амврий хĕрĕ пулнă.
(3) Охозия та Ахав килĕ çÿренĕ çулпах çÿ ренĕ, мĕншĕн тесессĕн ăна амăшĕ йĕрке не пăсса пурăнма вĕрентсе те хĕтĕртсех тăнă.
(4) Вара вăл, Ахав килĕ пекех, Çÿлху çана юрăхсăр ĕçсем туса пурăннă, мĕншĕн тесессĕн ашшĕ вилнĕ хыççăн ăна Ахав килĕ канаш парсавĕрентсе тăнă, çапла ăна вилĕм патнех илсе çитернĕ.
(5) Ахав килĕ хĕтĕртнипех вăл Иорампа — Ахав ывăлĕпе, Израиль патшипе — Галаад çĕ рĕнчи Рамоф хулине Сири патшине Аза ила хирĕç вăрçăпа кайнă. Сири çынни сем çавăнта Иорама амантнă,
(6) вăл Аза илпа, Сири патшипе, Рамофра çапăçнă чухне пулнă суранĕсене сиплес тесе Из рееле таврăннă. Охозия — Иорам ывăлĕ, Иудея патши — аманнă Иорама, Ахав ывăлне, курма Изрееле пынă.
(7) Иорам пат не килнĕшĕн Турă Охозияна пĕтмелле тунă, мĕншĕн тесессĕн кунта килсен вăл Иорампа пĕрле Намесси ывăлне Ииуя хи рĕç тухнă; Ииуя вара Çÿлхуçа Ахав килне тĕп тума суйласа илнĕ пулнă.
(8) Ахав килне сут тунă чухне Ииуй ĕнтĕ Иудея пуçлăхĕсене тата Охозия пĕртăванĕсен ывăлĕсене, Охозияна пулăшса пурăннă скерсене, шыраса тупса вĕлерсе тухнă.
(9) Унтан вăл Охозияна шырама хушнă, ăна вара Самарире пытанса пурăннă чухне ярса илнĕ те Ииуй патне илсе пынă; ăна ĕнтĕ вĕлернĕ, çапах та «вăл — Çÿлхуçа патне пĕтĕм чунчĕрипе туртăннă Иоса фат ывăлĕ» тесе, тирпейлесе пытарнă. Çапла вара Охозия килĕнче патша пул малли çын юлман.
(10) Гофолия , Охозия амăшĕ, ывăлĕ вилнине курсассăн Иуда килĕн патши йăхне пĕтĕмпех тĕп туса тухнă.
(11) Анчах та Иосавеф — патша хĕ рĕ — патша ывăлĕсене вĕлерме пуçла сассăн вĕсен хушшинчен Иоаса, Охозия ывăлне, вăрттăн илсе тухнă та ачана пă хакан хĕрарăмпа иккĕшне çывăрмалли пÿлĕме илсе кĕрсе пытарнă; çапла вара Иосавеф — Иорам патша хĕрĕ, Иодай свя щенникăн арăмĕ, Охозия пĕртăванĕ — Иоаса Гофолия ран пытарса хăварнă, Го фоЛия ăна вĕлереймен.
(12) Иоас вара вĕ сем патĕнче, Турă Çуртĕнче, ултă çул пытанса пурăннă; çав хушăра Гофолия патшара ларнă.
23
(1) Анчах çиччĕмĕш çулхине Иодай вăй илнĕ те çĕрпÿсемпе — Иерохам ывăлĕпе Азарияпа, Иегоханан ывăлĕпе Исмаилпа, Овед ывăлĕпе Азарияпа, Адаия ывăлĕпе Маасейăпа, Зихри ывăлĕ пе Елишафатпа — килĕшÿ тунă.
(2) Вĕсем пĕтĕм Иудея тавра çаврăнса, унти мĕнпур хулари Левитсене тата Израиль ăрăвĕсен пуçлăхĕсене пуçтарса Иерусалима пынă.
(3) Çак пухăннă халăх Турă Çуртĕнче пат шапа килĕшÿ тунă. Иодай вĕсене каланă: Давид ывăлĕсем çинчен Çÿлхуçа каланă пек, патша ывăлĕ патшанах ларма ти вĕçлĕ.
(4) Сирĕн акă мĕн тумалла пулать: сирĕнтен, шăматкун килекен священ никсемпе Левитсенчен, виççĕмĕш пайĕ алăксем умĕнче хуралта тăтăр,
(5) тепĕр виççĕмĕш пайĕ патша керменĕ патĕнче, тата виççĕмĕш пайĕ Иесод хапхи умĕнче тăтăр, пĕтĕм халăх вара Çÿлхуçа Çурчĕн картишĕнче тăтăр.
(6) Священниксемпе çав кун ĕçлесе тăракан Левитсемсĕр пуçне Çÿлхуçа Çуртне никам та ан кĕтĕр. Вĕсем хăйсем кĕме пултараççĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсем — тасалăх тивлечĕ илнĕ çынсем; халăх вара хăйне Çÿлхуçа мĕн хушнине тутăр. Шевитсем, кашнийĕ кăрал тытса, патшана пур енчен те хупăрласа илччĕр, кам та кам Турă Çуртне кĕрес тет, çавă вилме тивĕç. Патша тухнă чухне те, пат ша кĕнĕ чухне те ун çумĕнче пулăр.
(8) Вара Левитсемпе иудейсем пурте Иодай свя щенник хушнă пек тунă; çĕрпÿсем каш нийĕ хăйĕн çыннисемпе — шăматкун ки лекенсемпе тата шăматкун каякансем пе — хатĕрленсе тăнă, Иодай священник ĕнтĕ черечĕ улшăннисене те каялла яман.
(9) Иодай священник çĕрпÿсене Давид сăн нисемпе хулканĕсене, Турă Çуртĕнче уп раннисене, валеçсе панă; хулканĕсем пĕ чĕкки те, пысăкки те пулнă;
(10) кашнийĕ аллине кăрал тытнă халăха вăл Турă Çур чĕн сылтăм енчен пуçласа Турă Çурчĕн сулахай енне çити, парне вырăнĕпе Çурт умне тата патша тавра та тăратса тухнă. иĔнтĕ патша ывăлне илсе тухнă, ăна патша пуçкăшăльне тăхăнтартнă, патша туйине тыттарнă, вара Иодайпа унăн ывă лĕсем, ăна патшана лартса, пуçне çу сĕр нĕ те: сывă пултăр патша! тесе кăшкăр нă.
(12) Гофолия Турă Çурчĕ еннелле чупа кан, патшана мухтакан халăх сассине илтнĕ те Çÿлхуçа Çуртне халăх патне пынă,
(13) курнă вара: хăйĕн çÿллĕ вырă нĕнче, Çурта кĕнĕ çĕрте, патша тăрать; патша çывăхĕнче — çулпуçсем, трупасем; пĕтĕм çĕршыв халăхĕ савăнать, трупа кăшкăртаççĕ; юрă ăстийĕсем кĕвĕçемĕ сăпрайĕ калаççĕ, мухтав юррийĕ юрлаççĕ. Гофолия çири тумтирне туртса çур нă та: кавар! кавар! тесе кăшкăрса янă.
(14) Иодай священник вара çĕрпÿсене, çарпуçсене, чĕнсе илнĕ те каланă вĕсене: [Турă Çуртĕнчен] илсе тухăр ăна, кам ун майлă пулать, ăна хĕçпе касса вĕлерĕр, тенĕ. Унтан священник: Турă Çуртĕнче ан вĕлерĕр ăна, тенĕ.
(15) Гофолия на урама тухма çул уçса панă, вăл патша керменĕ умне, лаша хапхи патне, çитнĕ, ăна ĕнтĕ çавăнта вĕлернĕ.
(16) Вара Иодай хăйпе пĕтĕм халăх хуш шинче, патша хушшинче халал хывнă, ку ĕнтĕ халăх Çÿлхуçа патне таврăннине пĕлтернĕ.
(17) Çакăн хыççăн пĕтĕм халăх Ваал çуртне кайнă, ăна аркатнă, унăн чÿк вырăнĕсене те, Ваал кĕлеткисене те çĕмĕрсе тăкнă; Матфана та, Ваал апăсне, чÿк парнийĕн вырăнĕ умĕнчех вĕлернĕ.
(18) Иодай ĕнтĕ, Давид хушса хăварнă пек, Çÿлхуçа Çуртне тимлесе тытса тăма свя щенниксемпе Левитсене хушнă, [священ никсемпе Левитсем унччен кунсеренех черетленсе ĕçленине те каялла тавăрнă,] вĕсен, Моисей саккунĕнче çырнă пек, Çÿлхуçана пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесем кÿрсе тăмалла пулнă, Давид хушса хăварнă пек, парнесене савăнса, юрласа кÿмелле пулнă.
(19) Суя тĕн çынни унта нимĕнле сăлтавпа та пырса ан кĕтĕр тесе, Çÿлхуçа Çурчĕн хапхи умне хурал çăсем тăратнă.
(20) Иодай ĕнтĕ çĕрпÿсемпе, халăх хушшинчи ятлăсумлă çынсемпе, çĕрĕн мĕнпур халăхĕпе пĕрле патшана Çÿлхуçа Çуртĕнчен патша керменне ăсат нă, тури хапха витĕр иртсе, патша кер менне çитсе патшана аслă пукан çине лартнă.
(21) Пĕтĕм халăх хĕпĕртесе савăн нă, хула та лăпланнă. Гофолия на хĕçпе вĕлернĕ.
24
(1) Патшана ларнă чухне Иоас çич чĕре пулнă, Иерусалимра вăл хĕ рĕх çул хушши патшара ларнă; ун амă шĕн ячĕ — Цивья, вăл Вирсавия хулинчен пулнă.
(2) Иодай священник пурăннă чухне Иоас хăйĕн ĕçĕсене Çÿлхуçана юрăхлă ту са тăнă.
(3) Иодай ăна икĕ арăм тупса панă, Иоас вара ывăллăхĕрлĕ пулнă.
(4) Пыракиле Иоас чунĕнче Çÿлхуçа Çурт не çĕнетес шухăш çуралнă,
(5) вăл вара священниксемпе Левитсене пуçтарнă та каланă вĕсене: Иудея хулисем тăрăх ка йăр та Турă Çуртне çулсеренех тимлĕн тытса тăма Израильре пурăнакансенчен пуринчен те кĕмĕл пуçтарăр; ку ĕçре вас каварлă пулăр, тенĕ. Анчах та Левитсем васкаман.
(6) Вара патша вĕсен пуçлăхне, Иодая, чĕнсе илнĕ те каланă ăна: эсĕ мĕншĕн Левитсенчен Иудейăпа Иеруса лим памалли хырçăна ыйтмастăн? Çав хырçăна Çÿлхуçа чури Моисейпе Израиль халăхĕ кĕлĕ чатăрĕ валли пуçтаратчĕç, тенĕ.
(7) Ĕнтĕ ирсĕр Гофолия па унăн ывă лĕсем Турă Çуртне пушатса хăварнă, Турă Çуртне халалланă мĕнпур пурлăха Ваал семшĕн тăккаласа пĕтернĕ пулнă.
(8) Вара патша хушнă та, пĕр сунтăх туса хатĕрле нĕ, ăна Çÿлхуçа Çуртне кĕнĕ çĕре тул енне лартнă.
(9) Турă чури Моисей Израиль çын нисене пушхирте чухнех Çÿлхуçана тÿ лемелле тунă хырçăна пуçтарасси çинчен Иудейăра тата Иерусалимра пĕлтерсе тух нă.
(10) Вара пĕтĕм пуçлăх та, пĕтĕм халăх та хĕпĕртесе кайнă, сунтăха мĕн тулса ларичченех кĕмĕл пырапыра янă. пÇав сунтăха Левитсем патша тÿришари пат не илсе пырсассăн, лешĕсем унта кĕмĕл нумай пухăннине курсассăн, унта патша çыруçи тата аслă священникăн шанчăк лă çынни пынă та сунтăха пушатса ăна каялла хăй вырăнне кайса лартнă. Вĕ сем кулленкун çапла туса тăнă, ĕнтĕ кĕмĕлĕ шутсăр нумай пухăннă.
(12) Иодай ăна Çÿлхуçа Çуртĕнче ĕçлеттерекенсене панă, лешĕсем Çÿлхуçа Çуртне сиплеме чул ăстисемпе каскалакансене тара тыт нă, вĕсем тата Çÿлхуçа Çуртне юсама тимĕрçĕсемпе пăхăрçăсене те тара тытнă.
(13) Ĕçлеттерекеннисем питĕ тимлĕ пулнă, юсассисиплесси ăнăçуллă пулса пынă, вара Турă Çуртне кирлĕ пек тирпейилем кĕртсе çитернĕ, ăна лайăх кăна çирĕп летнĕ.
(14) Пĕтĕм ĕçе вĕçлесессĕн, вĕсем юлнă кĕмĕле патшапа Иодая панă. Мĕн юлнинчен Çÿлхуçа Çурчĕ валли тĕрлĕ савăтсапа — пĕтĕмĕшпе çунтарса парне панă чухне усă курмалли савăтсем, чашăксем — тунă, çавăн пекех ылтăнран та кĕмĕлтен ытти йышши савăтсапа та тутарнă. Иодай пурăннă чухне Çÿлхуçа Çуртĕнче кулленех пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парне кÿрсе тăнă.
(15) Иодай ватăлса çитнĕ, вăл тăраниччен пурăнса вилнĕ: вилнĕ чухне вăл çĕр вă тăрта пулнă.
(16) Ăна Давид хулинче патша сене пытаракан çĕрте пытарнă, мĕншĕн тесессĕн вăл Израильре Турăшăн та, Унăн Çурчĕшĕн те ыррине нумай тунă.
(17) Иодай вилнĕ хыççăн вара Иудея пуç лăхĕсем пынă та патша умне ÿксе пуççап нă, патша ĕнтĕ вĕсене итлеме тытăннă.
(18) Вĕсем ашшĕсен Çÿлхуçа Туррийĕн Çур тĕнчен ютшăннă, чÿк йывăçĕсемпе йĕрĕх сене пуççапма тытăннă; вĕсен айăпĕшĕн вара Çÿлхуçа çилли Иудăпа Иерусалим çине ÿкнĕ.
(19) Вăл, вĕсене Çÿлхуçа енне çа вăрас тесе, вĕсем патне пророксене янă; пророксем вĕсене ÿкĕтленĕ, анчах лешĕ сем итлемен.
(20) Иодай священник ывăлĕ Захария çине Турă Сывлăшĕ аннă, вара вăл халăх умне çÿллĕ вырăна тăнă та ка ланă вĕсене: Çÿлхуçа çапла калать: эсир мĕншĕн Çÿлхуçа хушнинчен иртетĕр? ăнăçу пулмасть сирĕн, эсир Çÿлхуçана пăрахнă пек, Вăл та сире пăрахĕ, тенĕ.
(21) Вара ăна хирĕçле каварлашнă та [Иоас] патша хушнипе Çÿлхуçа Çурчĕн карти шĕнче ăна чулпа персе вĕлернĕ.
(22) Иоас патша хăйне Иодай, Захария ашшĕ, епле ырă тунине аса та илмен, унăн ывăлне вĕлернĕ. Захария хăй вилес умĕн: «Çÿл хуçа куртăр — шыраса илтĕр!» тенĕ.
(23) Çав çулталăк вĕçĕнче Сири çарĕ Иоаса хирĕç çĕкленсе тухнă, Иудейăна та, Иеру салима та çĕмĕрсе кĕрсе кайнă, халăх хушшинчен халăхăн мĕнпур аслă çын нине вĕлерсе тухнă, вĕсенчен туртса ил нĕ мĕнпур тупăша Дамаска патша патне ярса панă.
(24) Сири çарĕ йышлăн килмен пулин те, вĕсем Çÿлхуçа ирĕкĕпе питех те пысăк çара çĕмĕрсе тăкнă, иудейсем хăй сен ашшĕсен Çÿлхуçа Туррине пăрахнă шăн çапла пулнă та ку. Вĕсем Иоаса сут тунă,
(25) ĕнтĕ Сири çыннисем ăна, йывăр аманнăскере, пăрахса хăварсассăн, унăн чурисем каварлашнă та Иодай священ ник ывăлĕн юнне юхтарнăшăн ăна хăйĕн вырăнĕ çинчех вĕлернĕ, вăл çапла вилнĕ. Ăна Давид хулинче, анчах патша тупăк лăхне мар, урăх çĕрте пытарнă.
(26) Ăна хи рĕç кавар тунисем çаксем пулнă: Аммон йăхĕнчен тухнă Шимеафа ывăлĕ Завад тата Моав йăхĕнчен тухнă Шимрифа ывă лĕ Иегозавад.
(27) Иоас ывăлĕсем çинчен та та ăна хирĕç пророксем мĕнмĕн калани çинчен, Турă Çуртне епле тирпейилем кĕртсе çитерни çинчен патшасенĕн кĕне кинче çырса кăтартнă. Ĕнтĕ ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Амасия, ларнă.
25
(1) Патшана ларнă чухне Амасия çи рĕм пиллĕкре пулнă, вăл çирĕм тăхăр çул хушши Иерусалимра патшара ларнă; ун амăшĕн ячĕ — Иегоаддань, вăл Иерусалимран пулнă.
(2) Çÿлхуçана юрăхлă ĕçсем тунă вăл, анчах вĕсене пĕтĕм чун чĕрипех парăнса туман.
(3) Хăй аллинче патшалăх çирĕпленсе çитсессĕн, вăл пат шана, хăйĕн ашшĕне, вĕлернĕ чурасене вĕлерттернĕ.
(4) Анчах вăл çынвĕлеренсен ачисене тивмен, мĕншĕн тесессĕн Моисей саккунĕн кĕнекинче, Çÿлхуçа халалĕнче, çапла каланă: «ачисемшĕн ашшĕсене ха са пама юрамасть, ашшĕсемшĕн ачисене хаса пама юрамасть, кашнийĕ хăй тунă усал ĕçшĕн çеç вилĕме тивĕçлĕ» тенĕ.
(5) Амасия пĕтĕм Иудея халăхне пуçтарнă та вĕсене — иудейсемпе Вениамин çын нисене — пинпÿсемпе çĕрпÿсен аллине панă, унтан çирĕм çулхисенчен пуçласа унтан аслăраххисене шута илсе тухнă: вара вăрçа юрăхлисем, сăнăпа та хул канпа авăрланнă вăйпитти арсем виççĕр пин çын тупăннă.
(6) Унсăр пуçне вăл та та, çĕр талант кĕмĕл парса, Израильсем хушшинче çĕр пин çынлă çар тара тыт нă.
(7) Анчах ун патне Турă çынни пынă та каланă: патша! Израиль çарĕ санпа ан пытăрччĕ, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа — Израиль çыннисемпе мар, Ефрем ывă лĕсемпе мар.
(8) Эсĕ пĕчченех кай, ĕç ту, вăрçăра паттăр çапăç. Унсăрăн Турă са на тăшману умĕнче такăнтарĕ: Туррăн пулăшмалăх та, такăнтармалăх та хăват пур, тенĕ.
(9) Амасия Турă çыннине каланă: эпĕ Израиль çарне панă çĕр талантпа мĕн тумалла вара? тенĕ. Турă çынни: Çÿлхуçа сана унтан та ытларах пама пултарать, тенĕ.
(10) Амасия вара Ефрем çĕрĕнчен кил нĕ çара каялла яма хăйĕнчен уйăрнă. Лешĕсем Иудейăна шутсăр хытă тарăхнă, çиллине шăнараймасăр каялла кайнă. пАмасия ĕнтĕ, хастарланса, хăй халăх не ертсе кайнă, Тăвар айлăмне çитнĕ те Сеир ывăлĕсене вунă пин çынна аркатса тăкнă;
(12) Иуда ывăлĕсем тата вунă пин çынна чĕрĕлле тыткăна илнĕ, вĕсене чăн кă ту тăррине илсе пынă та ту тăрринчен аялалла пăрахнă, лешĕсем пурте çапăнса вилнĕ.
(13) Хăйĕнпе пĕрле вăрçа ан пыччăр тесе Амасия каялла янă çар вара Иудейă ри хуласене — Самарирен пуçласа Вефо рон таранах — сапаланса кайнă та унта виçĕ пин çынна вĕлернĕ, темĕн чухлĕ пурлăх çаратнă.
(14) Идумейсене çĕнтерсе каялла таврăн нă чухне Амасия хăйпе пĕрле Сеир ывă лĕсен туррисене, йĕрĕхсене, илсе кил нĕ, вĕсене хăй патĕнче турăсем вырăн нех лартнă, ĕнтĕ вĕсене пуççапнă, вĕсен умĕнче ырă шăршă тĕтĕрнĕ.
(15) Çÿлхуçа Амасияна çилленсе çитнĕ, Вăл ун патне Хăйĕн пророкне янă, лешĕ каланă патша на: хăйсен халăхне сан аллунтан хăта райман çав халăхсен туррисене мĕнма пуççапатăн эсĕ? тенĕ.
(16) Пророк каланă чухне патша ăна хуравланă: сана пат шана канаш пама лартнă-им? хăвна вĕ лериччен — чарăн! тенĕ. Пророк вара: пĕлетĕп эпĕ, çапла тунăшăн тата мана итлеменшĕн сана Турă тĕп тăвать, тенĕ те урăх нимĕн те чĕнмен.
(17) Иудея патши Амасия канашласа пăхнă та Израиль пат ши Иоас патне — Ииуй ывăлĕн Иоахазăн ывăлĕ патне — хăйĕн элчисене янă, ăна: куçакуçăн курса калаçма тух, тесе кала ма хушнă.
(18) Вара Иоас, Израиль патши, Иудея патши Амасия патне çын ярса çап ла калама хушнă: Ливанра ÿсекен кÿкен тĕмĕ Ливанрах ÿсекен кедр йывăçĕ патне: «хăвăн хĕрне манăн ывăла качча пар» те се калама янă. Анчах та Ливанри тискер чĕрчунсемех килсе тухнă та çав кÿкене таптаса пĕтернĕ.
(19) Эсĕ: «эпĕ идумейсене çапса салатрăм» тетĕн. Çавăнпа санăн чĕ рÿ питех те мăнаçланса кайнă. Килĕнтех ларсамччĕ эсĕ. Мĕнма хăрушă ĕçе пуçăн маллаха санăн? Хăв та пĕтетĕн, санпа пĕрле Иудея та пĕтет, тенĕ Амасияна.
(20) Турă çапла тунипе Амасия ăна итлемен, мĕншĕн тесессĕн Идумея туррисен енне сулăннăшăн Турă ăна Иоас аллине тыт са памалла тунă.
(21) Ĕнтĕ Израиль патши Иоас тапранса тухнă, вара вĕсем — Иоас тата Иудея патши Амасия — Иудейăри Вефсамис хули çывăхĕнче куçакуçăн тĕл пулнă.
(22) Израильсем иудейсене çĕмĕрсе тăкнă, лешĕсем хăйсен чатăрĕсене тар са саланнă.
(23) Израиль патши Иоас вара Амасияна — Иудея патшине, Иоахаз ывă лĕн Иоасăн ывăлне — Вефсамисра ярса тытнă та Иерусалима илсе пынă; унта вăл Иерусалим хÿмине Ефрем хапхинчен пуçласа кĕтесри хапха патне çити тăват çĕр чике тăршшĕ аркатса тухнă;
(24) вара Турă Çуртĕнче, ОведЭдом управçă ал линче пулнă мĕнпур ылтăнпа кĕмĕле, мĕнпур савăтсапана тата патша керме нĕнчи хаклă пурлăха илсе, салука илнĕ çынсене хăваласа Самарие таврăннă.
(25) Амасия — Иоас ывăлĕ, Иудея патши — Израиль патши Иоас, Иоахаз ывăлĕ, вил нĕ хыççăн тата вунпилĕк çул пурăннă.
(26) Амасиян ытти ĕçĕсене, малтанхисем пе кайранхисене те, Иудейăпа Израиль патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çыр са кăтартнă.
(27) Амасия Çÿлхуçаран пăрăн нă хыççăн Иерусалимра ăна хирĕç кавар тунă, вăл Лахис хулине тарса кайнă. Хыç ранах Лахиса ятарлă çынсем янă та ăна унтах вĕлернĕ.
(28) Çавăнтан ăна лашасем пе турттарса килнĕ, ăна Иудея хулинче ашшĕсемпе юнашар пытарнă.
26
(1) Иудея халăхĕ вара вунултă çу ла çитнĕ Озияна ашшĕ вырăнне, Амасия вырăнне, патшана лартнă.
(2) Вăл Елаф хулине юсаса çĕнетнĕ, Амасия хă йĕн канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ хыççăн вăл çав хулана Иудейăна тавăрса панă.
(3) Патшана ларнă чухне Озия вунулттăра пулнă, вăл Иерусалимра аллă икĕ çул патшара ларнă; ун амăшĕн ячĕ — Иехо Лия, вăл Иерусалимран пулнă.
(4) Вăл, хă йĕн ашшĕ пек, Амасия пек, Çÿлхуçана юрăхлă ĕçсем туса пурăннă;
(5) Турăран хă рама вĕрентекен Захария пурăннă чух не вăл Турра уяса тăнă; Çÿлхуçана уяса пурăннă чухне ăна Турă пулăшсах тăнă.
(6) Вăл Филистимсене хирĕç çĕкленсе тух са вĕсемпе вăрçă вăрçнă, Геф хÿмине, Иавнея хÿмине тата Азот хÿмине аркатса тăкнă; Азот çĕрĕнче тата Филисти çĕрĕн че хуласем туса лартнă.
(7) Филистимсемпе, ГурВаалра пурăннă Арави çыннисемпе тата Меун çыннисемпе çапăçнă чухне те Турă ăна пулăшсах тăнă;
(8) аммонсем те Озияна хырçă тÿлесе тăнă; унăн ячĕ сумĕ Египет чикки таранах сарăлнă, мĕн шĕн тесессĕн вăл питех те вăйлă пулнă.
(9) Озия Иерусалим хулинче кĕтесри хапха çинче, айлăма тухмалли хапха çинче тата кĕтесре пашнесем тунă, вĕсене çи рĕплетнĕ.
(10) Пушхирте те пашнесем тунă, нумай пусă чавтарнă, мĕншĕн тесессĕн унăн айлăмпа тÿрем вырăнсенче темĕн чухлĕ выльăхчĕрлĕх пулнă, тусăрт çин че тата сат пахчисенче çĕр ĕçченĕсемпе иçĕм ÿстерекенсем пулнă: вăл çĕр ĕçне юратнă. “Озиян лайăх йĕркеленĕ çар та пулнă; Иеиел çыруçăпа Маасея пăхавçă çар çыннисене шутласа вĕсене ушкăнăн ушкăнăн уйăрнă, вĕсене вара Ханания — патшанăн чи çывăх çыннисенчен пĕри — ертсе пынă.
(12) Çара икĕ пин те ултçĕр çын ертсе пынă, лешĕсем, харсăрскерсем, ăру, кил-йыш пуçĕсем пулнă;
(13) вĕсен ал линчи çарта виççĕр çичĕ пин те пилĕкçĕр çын пулнă, вĕсем вăрçа паттăррăн кĕнĕ, патшана тăшманĕсемпе кĕрешме пулăш нă.
(14) Озия вĕсем валли, мĕнпур çар вал ли, хулкансемпе сăнăсем, тимĕр калпак семпе хурçă тумтир, ухăсемпе чулравсем туса панă.
(15) Вăл Иерусалимра пашнесем çине тата хула кĕтессисене çĕмренпе те пысăк чулпа пеме пултаракан сăпрай сем ăсталаса лартнă. Озия чапа тухнă, унăн ячĕ аякка сарăлнă, мĕншĕн тесессĕн вăл хăйне тĕлĕнмелле хÿтĕлесе вăйлан са кайнă.
(16) Вăйланса çитсессĕн вара унăн чĕри ăна тĕп тумаллах мăнаçланса кайнă, вăл ĕнтĕ хăйĕн Çÿлхуçа Турри умĕнче шутсăр пысăк айăпа кĕнĕ: Çÿлхуçа Çуртне тĕ тĕрмелли парне вырăнĕ умĕнче фимиам тĕтĕрме кĕнĕ.
(17) Азария священник тата Çÿлхуçана ĕçлесе тăракан сакăрвунă свя щенник, хăюллă çынсем, ун хыççăн кайнă та
(18) Озия патшана сивлесе каланă: Озия, Çÿлхуçа умĕнче тĕтĕресси санăн ĕç мар; ку вăл — священниксен, Аарон ывăлĕсен, ĕçĕ, вĕсене çавна тума халалланă; сăвап лă вырăнтан тух — эсĕ саккуна пăсрăн, çакăншăн сана Çÿлхуçа Турă умĕнче чыс пулас çук, тенĕ.
(19) Озия тарăхса кайнă, аллинче ĕнтĕ — ырă шăршă тĕтĕрмелли тĕтĕркĕч; вăл священниксене тарăхса кайсассăн унăн çамки çине тилçе тапса тухнă — священниксем умĕнче, Çÿлхуçа Çуртĕнче, тĕтĕрмелли парне вырăнĕ па тĕнче пулса иртнĕ çакă.
(20) Аслă священ ник Азария тата ытти священниксем ун çине пăхнă та — акă тилçе унăн çамки çинче. Вара ăна кунтан тухма хистенĕ, вăл хăй те тухма васканă, мĕншĕн тесес сĕн ăна Çÿлхуçа хаса панă.
(21) Озия патша мĕн виличченех тилçе чирĕпе асапланнă, пурăнма та уйрăм çуртра пурăннă; ăна ĕнтĕ Çÿлхуçа Çуртĕнчен уйăрнă. Патша керменне тата çĕршыв халăхне Иоафам, унăн ывăлĕ, тытса тăнă.
(22) Озиян ытти ĕçĕсене, малтанхисемпе кайранхисене те, Исаия пророк — Амос ывăлĕ — çырса кăтартнă.
(23) Озия ĕнтĕ ка нăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна ашшĕ семпе пĕрле, анчах та, вăл тилçеллĕ тесе, патша тупăклăхĕн уйĕнче пытарнă. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Иоафам, ларнă.
27
(1) Патшана ларнă чухне Иоафам çи / рĕм пиллĕкре пулнă, Иерусалим ра вăл вунултă çул хушши патшара лар нă; ун амăшĕн ячĕ — Иеруша, вăл Садок хĕрĕ пулнă.
(2) Вăл, шăп та шай Озия пек, хăйĕн ашшĕ пек, Çÿлхуçана юрăхлă пу рăннă, анчах та вăл Çÿлхуçа Çуртне çÿ ремен; халăх вара çаплах çылăхран хăп ман.
(3) Озия Çÿлхуçа Çурчĕн тури хапхи не тунă тата Офел хÿми çинче те нумай туса лартнă;
(4) Иудея тăвĕ çинче хуласем лартнă, вăрманлă вырăнсенче кермен семпе пашнесем тунă.
(5) Вăл аммонсен патшипе çапăçнă, ăна парăнтарнă, вара çав çул аммонсем ăна çĕр талант кĕмĕл, вунă пин кор тулă тата вунă пин кор урпа панă. Аммонсем ăна тепĕр çул та, тата тепĕр çул та çавăн чухлех тÿленĕ.
(6) Çавăн пек хăватлă пулнă Иоафам, мĕн шĕн тесессĕн вăл хăйĕн Çÿлхуçа Турри умĕнче çÿренĕ.
(7) Иоафамăн ытти ĕçĕсене, унăн вăрçи сене тата вăл хăйне мĕнле тыткаланине Израильпе Иудея патшисенĕн кĕнекинче çырса кăтартнă:
(8) патшана ларнă чухне вăл çирĕм пиллĕкре пулнă, Иерусалим ра вăл вунултă çул хушши патшара лар нă.
(9) Иоафам ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна Давид хулинче пытарнă. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Ахаз, ларнă.
28
(1) Патшана ларнă чухне Ахаз çирĕмре пулнă, Иерусалимра вăл вунултă çул хушши патшара ларнă; Çÿл хуçа умĕнчи ĕçсене вăл хăйĕн ашшĕ пек, Давид пек, туса пыман,
(2) Израиль патши сен çулĕпех çÿренĕ, çитменнине тата Ва ал кĕлеткисене шăратса туса тултарнă;
(3) Енном ывăлĕсен айлăмĕнче тĕтĕрнĕ, Çÿлхуçа Израиль ывăлĕсем хушшинчен хăваласа янă халăхсен ирсĕр йăлийĕрки не йышăнса, Ахаз хăй ывăлĕсене те вут çулăм витĕр кăларнă;
(4) тÿпем вырăнсем пе сăртсем çинче, кашни лаштра йывăç айĕнче чÿк тунă, ырă шăршă тĕтĕрнĕ.
(5) Вара хăйĕн Çÿлхуçа Турри ăна Сири пат шийĕн аллине панă, Сири çыннисем ăна çапса аркатнă, нумай çыннине тыткăна илсе Дамаска хăваласа кайнă. Çавăн пе кех Çÿлхуçа ăна Израиль патшийĕн алли не те панă, лешĕ вара ăна çапса салатмал липех çапса салатнă.
(6) Факей — РемаЛия ывăлĕ, [Израиль патши] — Иудея çынни сене, паттăр çапăçаканскерсене, пĕр кун хушшинчех çĕр çирĕм пин çын пĕтерсе тăкнă, мĕншĕн тесессĕн вĕсем ашшĕсе нĕн Çÿлхуçа Туррине пăрахнă пулнă.
(7) Зихрий, Ефрем йăхĕнчи вăйламас çын, патша ывăлне Маасеяна, патша керменĕн пуçлăхне Азрикама тата патша хыççăнхи иккĕмĕш çынна, Елкана ятлăскерне, вĕ лернĕ.
(8) Израиль ывăлĕсем ĕнтĕ хăйсен тăванĕсене, иудейсене, икçĕр пин çын на тыткăна илнĕ, вĕсем хушшинче хĕ рарăмсемпе ачасем те пулнă; тата вĕсем темĕн чухлĕ тупăш çаратса тултарнă; тыткăна илнисене те, тупăша та Сама рие ăсатнă.
(9) Унта Çÿлхуçа пророкĕ пулнă, унăн ячĕ — Одед. Вăл Самарие каякан çар ум не тухса тăнă та каланă: акă аçăрсенĕн Çÿлхуçа Турри, иудейсене çилленсе, вĕ сене сирĕн алла пачĕ, эсир вара вĕсене тилĕрсе кайсах çĕмĕртĕр, ĕнтĕ çав ха ярлăх тÿпенех çитрĕ.
(10) Халĕ эсир Иуде йăпа Иерусалим ывăлĕхĕрĕсене хăвăр валли чура тума шутлатăр. Сирĕн хă вăрăн та Çÿлхуçа Туррăр умĕнче айăп çуким вара?
(11) Эппин, итлĕр мана: хăвăр тыткăна илнĕ тăванăрсене каялла ярăр: Çÿлхуçа çиллин çулăмĕ — сире хирĕç.
(12) Ефрем ывăлĕсен пуçлăхĕсем хăшĕхăшĕ сем — Иегоханан ывăлĕ Азария, Мешил лемоф ывăлĕ Берехия, Шаллум ывăлĕ Езекия тата Хадлай ывăлĕ Амас — вăр çăран таврăнакансене хирĕç тухнă та
(13) каланă вĕсене: тыткăна лекнисене кун та ан кĕртĕр — пире уншăн Çÿлхуçамăр умĕнче çылăх пулать. Хамăрăн айăпсемпе çылăхсем çумне сирĕн тата хушас ки лет-им? пирĕн айăп ахаль те пысăк, [Çÿл хуçа] çиллин çулăмĕ Израиль тĕлĕнчех тăрать, тенĕ.
(14) Çар çыннисем ĕнтĕ тыткă на илнисене тата тупăша çав пуçлăхсемпе Израиль халăхне парса хăварнă.
(15) Вара ятран асăнса тухнă çав арсем тыткăна илсе килнисене пулăшнă: тупăшри тум тире илсе çарамассисене пурне те тăхăн тартнă, вĕсене ура сырри те панă, вĕсене тăрантарнăĕçтернĕ, вĕсен пуçне çу сĕр нĕ, халсăрланса çитнисене ашаксем çи не лартнă, унтан вĕсене Иерихона, пальма хулине, хăйсен тăванĕсем патне ăсатнă, кайран Самарие таврăннă.
(16) Çав вăхăтра Ахаз патша Ассири пат шисем патне, вĕсенчен пулăшу ыйтса, çын янă,
(17) мĕншĕн тесессĕн идумейсем каллех тапăнса килнĕ, Иудейăра темĕн чухлĕ çынна пĕтернĕ, тыткăна илнĕ;
(18) Филистимсем те Иудейăн кăнтăр енчи тата айлăмлă вырăнсенчи хуласене тапăн нă: Вефсамис, Аиалон, Гедероф хулисене тата Сохо хулипе ăна пăхăнса тăракан ху ласене, Фимна хулипе ăна пăхăнса тăра кан хуласене, Гимзо хулипе ăна пăхăнса тăракан хуласене çĕнсе илнĕ те çавăнта пурăнма вырăнаçнă.
(19) Иудейăна Çÿлхуçа Ахазшăн, Иудея патшишĕн, çапла мăш кăл кăтартнă, мĕншĕн тесессĕн патша Иудейăна пăсса янă, Çÿлхуçа умĕнче пы сăк çылăхсем туса пурăннă.
(20) Ĕнтĕ Ахаз патне Ассири патши Феглафелласар çит нĕ, анчах та пулăшас вырăнне вăл йывăр лăх çеç кÿнĕ:
(21) патша Çÿлхуçа Çуртĕнчи, патша керменĕнчи пурлăха тата улпут сен пурлăхне Ассири патшине панă, ан чах ăна пĕрех пулăшу пулман.
(22) Хăйне хĕсĕк килнĕ вăхăтра та вăл, Ахаз патша, Çÿлхуçа умĕнче саккуна хи рĕçле ĕçсем тума пăрахман.
(23) Вăрçăра пи ре вĕсен туррисем çапса аркатрĕç пулĕ тесе, вăл Дамаск туррисене парне кÿнĕ, вăл: вĕсене Сири патшисенĕн туррисем пулăшаççĕ; эпĕ вĕсене парне кÿрĕп те вĕ сем мана та пулăшĕç, тенĕ. Анчах та çав парнесем ăна та, Израиле те пĕтме çеç пулăшнă.
(24) Ахаз Турă Çуртĕнчи савăт сапана пуçтарнă, Турă Çуртĕнчи савăт сапана ватсаçĕмĕрсе пĕтернĕ, Çÿлхуçа Çурчĕн алăкĕсене питĕрсе илнĕ, Иеруса лимăн пур кĕтесĕнче те чÿк парнисен вырăнĕсене лартса тухнă,
(25) Иудейăри кашни хуларах ют турăсем умĕнче тĕ тĕрсе тăмашкăн тÿпем вырăнсем тутарт тарнă, çапла вăл ашшĕсен Çÿлхуçа Тур рине вĕчĕхтернĕ.
(26) Унăн ытти ĕçĕсене, унăн малтанхи тата юлашки ĕçĕсене, вăл мĕнле пу рăннине Иудейăпа Израиль патшисенĕн кĕнекинче çырса кăтартнă.
(27) Ахаз ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна ху лара, Иерусалимра, пытарнă, анчах та Израиль патшисенĕн тупăклăхне илсе кĕмен. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Езекия, ларнă.
29
(1) Езекия патшана çирĕм пиллĕк ре ларнă, Иерусалимра вăл çирĕм тăхăр çул хушши патшара ларнă; ун амă шĕн ячĕ — Авия, вăл Захария хĕрĕ пул нă.
(2) Вăл пĕтĕм ĕçне, шăп та шай Давид пек, хăй ашшĕ пек, Çÿлхуçана юрăхлă туса пынă.
(3) Патшана ларнă çулхинех, пĕрремĕш уйăхрах, вăл Çÿлхуçа Çурчĕн алăкĕсене уçнă, вĕсене çĕнетнĕ,
(4) вара священник семпе Левитсене пухăнма хушнă, вĕсене тухăç енчи лаптăка пуçтарнă та
(5) каланă вĕсене: итлĕр мана, Левитсем! Халĕ хăвăр та тасалăр, хăвăр аçăрсен Çÿлхуçа Тур рийĕн Çуртне те тасалăх тивлечĕ кÿрĕр, сăваплă вырăнтан мĕн таса маррине кă ларса ывăтăр.
(6) Пирĕн аттесем йĕркесĕр пурăннă, Çÿлхуçа Туррăмăр умĕнче юрăх сăр ĕçсем туса пурăннă, Ăна пăрахнă, Çÿлхуçа Çуртĕнчен хăпнă, ăна тÿртĕн тăнă,
(7) пăлтăр алăкне хупса лартнă, çу таткăçсене сÿнтернĕ, Израиль Туррийĕн сăваплă Çуртĕнче пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесем кÿмен, ырă шăршă тĕ тĕрмен.
(8) Çÿлхуçа вара Иудейăпа Иеруса лима çилленсе çитнĕ те вĕсене мăшкăл курмалла тунă, вĕсене ĕнтĕ çаратсатус тарса тухнă, намăс кăтартнă — çакна эсир хăвăр куçăрпах куратăр.
(9) Сирĕн аçăрсем хĕçрен пĕтрĕç, пирĕн ывăлăмăрсем, хĕрĕ мĕрсем, арăмăрсем вара паянхи кунчче нех [хăйсен çĕрĕ çинче мар,] тыткăнра.
(10) Халĕ манăн чĕрере — Израилĕн Çÿлхуçа Туррипе халал хывасси, пире Хăй çиллин çулăмĕнчен хăтартăрччĕ Вăл. пАчамсем! тимсĕр ан пулăр: Çÿлхуçа сире Хăй умĕн че тăма, Хăйĕншĕн ĕçлеме, Унăн чурисем пулса пуççапма тата ырă шăршă тĕтĕре кенсем пулма суйласа илнĕ, тенĕ Езекия патша.
(12) Вара çак Левитсем ĕçе пикен нĕ: Кааф ывăлĕсенчен — Амасай ывăлĕ Махаф тата Азария ывăлĕ Иоель; Мерари ывăлĕсенчен — Авдий ывăлĕ Кис тата Иегаллелел ывăлĕ Азария; Гирсон ăрăвĕн чен — Зимма ывăлĕ Иоах тата Иоах ывăлĕ Еден;
(13) Елицафан ывăлĕсенчен — Шимри тата Иеиел; Асаф ывăлĕсенчен — Заха рия тата Матфания;
(14) Еман ывăлĕсен чен — Иехиел тата Шимей; Идифун ывă лĕсенчен — Шемаия тата Уззиел.
(15) Вĕсем хăйсен пиччĕшĕшăллĕсене пуçтарнă та кĕлтуса тасалнă, унтан патша хушнипе, Çÿлхуçа каланă пек, Çÿлхуçа Çуртне та сатма кайнă.
(16) Çÿлхуçа Çуртне тасатма священниксем шала кĕнĕ. Çÿлхуçа Çур тĕнче тупăннă мĕнпур тасамара Çÿлхуçа Çурчĕн картишне илсе тухнă, мĕн йăтса тухнине Левитсем Кедрон юхăмĕ патне илсе кайса пăрахнă.
(17) Çÿлхуçа Çуртне пĕрремĕш уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче та сатма пуçланă та çав уйăхăн саккăрмĕш кунĕнче Çÿлхуçа Çурчĕн пăлтăрне кĕнĕ; Çÿлхуçа Çуртне сакăр кун хушши тасат нă, пĕрремĕш уйăхăн вунулттăмĕш ку нĕнче тасатса çитернĕ.
(18) Вара Езекия пат ша патне пынă та каланă: эпир Çÿлхуçа Çуртне тасатрăмăр, пĕтĕмĕшпе çунтар са кÿмелли парне вырăнне те, мĕнпур савăтсапана та, парне çăкăрĕн сĕтелне те, тата сĕтелĕн мĕнпур савăтсапине те тасатрăмăр,
(19) Ахаз хăй патшара ларнă чухне пăрахăçланă мĕнпур савăтсапана та эпир тасатса хатĕрлерĕмĕр, халĕ вĕ сем акă Çÿлхуçана парне памалли вырăн умĕнче.
(20) Ĕнтĕ Езекия патша ирех тăнă та ху ла пуçлăхĕсене пуçтарнă, унтан Çÿлху çа Çуртне кайнă.
(21) Вара патшалăх çылă хĕшĕн, Турă Çурчĕшĕн тата Иудейăшăн парне кÿме çичĕ пăру, çичĕ сурăх, çичĕ путек тата çичĕ качака таки çавăтса пы нă; патша çакна пĕтĕмĕшпе çунтарса Çÿлхуçана парне кÿме Аарон ывăлĕсе не, священниксене, хушнă.
(22) Вăкăрсене пуснă, священниксем вĕсен юнне илнĕ те парне вырăнне сирпĕтсе тухнă; унтан сурăхсене пуснă та парне вырăнне юнпа сирпĕтнĕ; путексене пуснă та парне вы рăнне юнпа сирпĕтнĕ.
(23) Патшапа халăх умне çылăх каçарттарма çичĕ качака та ки çавăтса пынă, священниксем аллисене вĕсем çине хунă.
(24) Унтан священниксем вĕсене пуснă та, пĕтĕм Израиль çылăхне каçарттарас тесе, вĕсен юнĕпе парне вы рăнне тасатнă, мĕншĕн тесессĕн патша пĕтĕм Израильшĕн пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнепе çылăх парни кÿме хуш нă.
(25) Вара Давид вĕрентнĕ пек, патшанăн витĕркуранĕ Гад тата Нафан пророк ка ланă пек, вăл Çÿлхуçа Çуртне Левитсене кимвалсемпе, псалтирьсемпе тата цитрă семпе тăратнă, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Хăйĕн пророкĕсем урлă çавăн пек йĕрке панă.
(26) Вара Левитсем Давидăн кĕвĕçемĕ сăпрайĕсене тытнă, священниксем тру пасем тытса тăнă.
(27) Езекия пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнене парне вырăнĕ çине çĕклесе хума хушнă. Çав вăхăтра, пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿме пуçăнса нах, Израиль патшийĕн Давидăн кĕвĕçе мĕ сăпрайĕсене калама, трупа кăшкăрт ма, Çÿлхуçана мухтаса юрлама пуçланă.
(28) Пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне çунса пĕтичченех пĕтĕм халăх кĕлтуса тăнă, юрлакансем юрланă, трупасем кăш кăртнă.
(29) Парнине пĕтĕмĕшпе çунтарса ярсассăн, патша тата пĕтĕм халăх ÿксе пуççапнă.
(30) Езекия патшапа пуçлăхсем Левитсене Çÿлхуçана Давид сăмахĕсем пе тата Асаф витĕркуран сăмахĕсемпе мухтама хушнă, лешĕсем ĕнтĕ савăнсах хĕпĕртесех мухтанă, чĕркуçленсе ларса пуççапнă.
(31) Езекия тата çапла каланă: халĕ эсир хăвăра Çÿлхуçана халалла рăр; килĕр, Çÿлхуçа Çуртне парнесем, тав парни кÿрĕр, тенĕ. Вара пĕтĕм халăх парнесем, тав парни кÿнĕ, чĕри хушнипе хăшĕхăшĕ пĕтĕмĕшпе çунтарса памал ли парне те кÿнĕ.
(32) Çавăнта пуçтарăннă халăх пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿнĕ парне акă мĕн чухлĕ пулнă: ĕç вăкăрĕ çитмĕл тата çитмĕл сурăх, икçĕр путек — çакна пурне те пĕтĕмĕшпе çунтарса Çÿлхуçана парне кÿнĕ.
(33) Çÿлхуçана кÿнĕ парнесен шучĕ ултçĕр пуç шултăра выльăх тата ви çĕ пин пуç вак выльăх пулнă.
(34) Анчах та священникĕсем сахал пулнă, вĕсем пĕтĕ мĕшпе çунтарса кÿмелли парне выльăхăн тирне сÿсе тăма ĕлкĕреймен, çавăнпа ĕç вĕçленичченех тата ытти священниксем тасалса хатĕрленсе çитиччен вĕсене тăва нĕсем, Левитсем, пулăшса тăнă, мĕншĕн тесессĕн Левитсем хăйсене тасатас ĕçре священниксенчен тимлĕрех пулнă.
(35) Ĕнтĕ пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне те, канăçлăх парни те, пĕтĕмĕшпе çунтар са кÿмелли парне çине сапмалли эрех те питĕ нумай пулнă. Çÿлхуçа Çуртĕнче кĕлтăвассине çапла çĕнĕрен йĕркелесе янă.
(36) Çак ĕç кĕтмен çĕртен, хăвăрт пулса иртнĕ, Турă халăх кăмăлне çапла çавăрнă шăн Езекия тата пĕтĕм халăх савăннă.
30
(1) Езекия патша Израиль Турри ячĕпе Пасха уявне уявлама Çÿл хуçа Çуртне, Иерусалима, килме чĕнсе Израильпе Иудея çĕрĕн пур кĕтесне те çын çитернĕ, Ефремпа Манассия патне те çыру çырса янă.
(2) Патшапа унăн аслă улпучĕсем тата Иерусалима пухăннисем канашланнă та çапла йышăннă: Пасхăна иккĕмĕш уйăхра ирттермелле,
(3) мĕншĕн тесессĕн священниксен йышĕ пĕтĕмпех тасалса çитейменнипе тата Иерусалима халăх пĕтĕмпех пуçтарăнманнипе Пасхă на вăхăтра ирттереймен пулнă.
(4) Çапла йышăнни патшана та, унта пухăннă ха лăха та килĕшнĕ.
(5) Израиль Турри ячĕпе Пасха ирттерме Иерусалима пухăнмал ли çинчен пĕтĕм Израилĕпех — Вирсави яран тытăнса Дан таранах — пĕлтерме килĕшсе татăлнă; ĕнтĕ Пасхăна тахçан танпах саккун хушнă пек ирттермен пул нă.
(6) Вара патшапа унăн аслă улпучĕсен çырăвĕсене илсе, хыпарçăсем пĕтĕм Израиль çĕрне, пĕтĕм Иудея çĕрне салан нă, патша хушнипе çапла каланă: эй Из раиль ачисем! Çÿлхуçа енне — Авраам, Исаак тата Израиль Турри енне — çаврă нăр, вара Вăл Ассири патшисен аллин чен çăлăнса юлнă йăлкăм енне çаврăнĕ.
(7) Хăвăр аçăрсем пек, хăвăр тăванăрсем пек ан пулăр: вĕсем ашшĕсен Çÿлхуçа Турри умĕнче саккуна пăсса пурăннă; çавăншăн Çÿлхуçа ирĕкĕпе вĕсене çаратсатустарса тухнине эсир хăвăрах куратăр.
(8) Халĕ хă вăр аçăрсем пек чурăс ан пулăр, Çÿлхуçа на парăнăр, Унăн Çуртне, Вăл ĕмĕрлĕхе тасалăх тивлечĕ кÿнĕ Çурта, çÿрĕр, хăвă рăн Çÿлхуçа Туррăра ĕçлесе тăрăр, вара Вăл Хăйĕн хаяр çиллин çулăмне сирĕн патăртан сирсе ярĕ.
(9) Эсир Çÿлхуçа енне çаврăнсассăн сирĕн тăванăрсене тата си рĕн ачăрсене хăйсене тыткăна илсе кай нисем патĕнче çăмăллăх [пулĕ], вĕсем çакă çĕр çине таврăнĕç: сирĕн Çÿлхуçа Туррăр ырă, хĕрхенекен кăмăллă, эсир Ун енне çаврăнсассăн Вăл сире тÿртĕн тăмĕ, тенĕ хыпарçăсем.
(10) Хыпарçăсем Ефремпа Манассия çĕрĕсенче хуларан хулана çÿ ренĕ, Завулон çĕрĕ патнех çитнĕ, анчах вĕсенчен кулнă кăна, мăшкăлланă çеç.
(11) Çавах та Асир, Манассия тата Завулон йăхĕсен çыннисем хăшĕхăшĕ ÿкĕте кĕ нĕ те Иерусалима пынă.
(12) Çÿлхуçа кала нă пек, Иудея çинче Турă алли пулнă, иудейсем патшапа пуçлăхсем хушнине пурăнăçлаччăр тесе, Вăл вĕсене пĕр чĕ реллĕ тунă.
(13) Иккĕмĕш уйăхра Иерусалима тутлăл ла пĕçернĕ çăкăр уявне халăх йышлă, шутсăр нумай пухăннă.
(14) Ĕнтĕ Иеруса лимри чÿк парнисен вырăнĕсене çĕмĕр се тухнă, [йĕрĕхсене] тĕтĕрмелли пĕтĕм хатĕрхĕтĕре те çапса аркатнă та Кедрон юхăмне кайса пăрахнă;
(15) иккĕмĕш уйăхăн вунтăваттăмĕш кунĕнче Пасха путекне пуснă. Намăсланнă священниксемпе ле витсем вара тасалнă та Çÿлхуçа Çуртне пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнесем илсе пынă,
(16) йĕркене пăхăнса, Турă çын нин Моисейĕн саккунĕ хушнă пек, вĕсем хăйсен вырăнĕсене йышăннă. Священник сем вара Левитсен аллинчен [илсе тăнă] юна сирпĕтнĕ.
(17) Пухăннисем хушшинче тасалманнисем те нумай пулнă; Левит сем, Çÿлхуçана халалласа, тасалманни семшĕн Пасха путекĕ пуснă.
(18) Халăх хуш шинче чылайăшĕ — ытларах Ефремпа Манассия, Иссахарпа Завулон йăхĕнчи сем — тасалман пулнă; апла пулин те, йĕрке тăрăх туман пулин те, вĕсем те Пасха апатне çинĕ.
(19) Ĕнтĕ Езекия вĕсем шĕн кĕлтуса çапла каланă: эй Çÿлхуçа, Эсĕ ырă. Çак çынсене каçарсам, вĕсем тасалман пулин те пĕтĕм чунчĕререн Çÿлхуçа Турра, ашшĕсен Туррине, пуççапма килнĕ, тенĕ.
(20) Çÿлхуçа Езекияна илтнĕ, Вăл халăха каçарнă.
(21) Иерусалима пухăннă Израиль ывăлĕ сем вара тутлăлла пĕçернĕ çăкăр уявне çичĕ кун хушши савăнсахĕпĕртесе уяв ланă; Левитсемпе священниксем кашни кунах Çÿлхуçана кĕвĕ сăпрайĕ каласа мухтанă.
(22) Çÿлхуçашăн тăрăшса ĕçлекен Левитсене Езекия чĕререн тухакан сăмах семпе хавхалантарнă. Канăçлăх парни сем парса, ашшĕсенĕн Çÿлхуçа Туррине мухтаса уяв апатне çичĕ кун хушши çи нĕ.
(23) Пĕтĕм халăх тата çичĕ кун хушши уяв тума йышăннă, вара çав çичĕ кунне те савăнăçлăн ирттернĕ,
(24) мĕншĕн тесес сĕн Езекия, Иудея патши, пухăннă халăх валли пин пăру тата вунă пин пуç вак выльăх уйăрса панă; патшанăн çывăх çын нисем те пухăннисем валли пин пăру тата вунă пин пуç вак выльăх уйăрса панă; ĕнтĕ чылай священник тасалмал липех тасалса çитнĕ.
(25) Иудейăран пуçта рăннисем те, священниксемпе Левитсем те, Израильрен килнĕ пĕтĕм халăх та, Израиль çĕрĕнчен пырса Иудейăра пурă накансем те — пурте савăннăхĕпĕртенĕ.
(26) Иерусалимра калама çук пысăк хавас лăх тăнă, кунашкал уяв Иерусалимра Соломон — Давид ывăлĕ, Израиль пат ши — вăхăтĕнче пулнăранпа урăх пул ман.
(27) Священниксемпе Левитсем тăнă та халăха пиллĕх панă; Турă вĕсен сассине илтнĕ, вĕсем кĕлтуни Унăн тÿпери сăвап лă килнех çитнĕ.
31
(1) Уяв вĕçленсессĕн унта хутшăннă Израильсем пурте Иудея хулисе не кайнă та суя турă кĕлеткисене çапса çĕмĕрнĕ, чÿк йывăçĕсене касса тăкнă, пĕ тĕм Иудейăри тата Вениамин, Ефрем, Манассия çĕрĕсенчи тÿпем вырăнсене, чÿк парнисен вырăнĕсене тĕппипе çĕмĕр се тухнă. Ун хыççăн Израильсем кашни ех хăйĕн килне, хăйĕн хулине таврăннă.
(2) Езекия священниксемпе Левитсене ушкăнăнушкăнăн уйăрса, вĕсене черет пе ĕçлемелле туса кашни çыннине хăй ĕçĕ патне,— священник ĕçĕи вăл, Левит ĕçĕи, — тăратнă, вĕсен ĕнтĕ пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнесемпе канăçлăх парнисем кÿмелле пулнă, Çÿлхуçа Çур тĕнче ĕçлемелле пулнă, Çÿлхуçа Çурчĕн хапхи умĕнче Турра мухтасааслăласа тă малла пулнă.
(3) Çÿлхуçа саккунĕнче çырнă пек, патша хăй пурлăхĕн пайне пĕтĕмĕш пе çунтарса кÿмелли парне валли,— ир серен те каçсерен пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне валли, шăматкун тата уйăх пуçламăшĕнче, уявсенче пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне валли,— пар са тăнă.
(4) Çÿлхуçа саккунне çирĕп тытса пурăнччăр тесе, Иерусалимра пурăнакан сене вăл священниксемпе Левитсене мĕн кирлине парса тăма хушнă.
(5) Патша мĕн хушнине халăх хушшинче пĕлтерсе тухсассăн, Израиль ывăлĕсем малтан ĕлкĕрнĕ тырпулне, эрехне, çăвне, пылне тата ытти уйхир çимĕçне нумай панă; вĕсем ĕнтĕ пĕтĕм çимĕçĕн вуннăмĕш пайне илсе пынă.
(6) Иудея хулисенче пурă накан Израильсемпе иудейсем те хăйсен шултăра тата вак выльăхĕн вуннăмĕш пай не илсе пынă; вĕсем тата хăйсен Çÿлхуçа Туррине халалланă парнесен вуннăмĕш пайне илсе пынă; ĕнтĕ купаланă та купа ланă.
(7) Виççĕмĕш уйăхра купалама пуçла нă та çиччĕмĕш уйăхра вĕçленĕ.
(8) Вара Езекияпа аслă улпутсем пынă та, пухăн са кайнă купасене курса, Çÿлхуçана тата Унăн Израиль халăхне тав тунă.
(9) Езекия священниксемпе Левитсенчен çав купа сем çинчен ыйтса пĕлнĕ.
(10) Садок кил йышĕнчен тухнă аслă священник Азария ăна çапла хуравласа каланă: çавăнтанпа, Çÿлхуçа Çуртне парнесем илсе килме тытăннăранпа, эпир тăраниччен çисе пу рăнтăмăр, темĕн чухлĕ юлчĕ те, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Хăйĕн халăхне пиллĕх пачĕ. Мĕн юлни вара шутсăр нумай, те нĕ.
(11) Езекия ĕнтĕ Çÿлхуçа Çурчĕ çумĕнче пÿлĕмсем тума хушнă. Çапла тунă та.
(12) Вара халăх мĕн илсе килнине — вуннă мĕш пайсене тата Çÿлхуçана халалланă парнесене — мĕн чухлĕ пулнă, çавăн чух лех çав пÿлĕмсене кĕртсе хунă. Пухăннă пурлăхăн тĕп управçăпуçлăхĕ Хонания Левит пулнă, унăн пĕртăванĕ Симей ик кĕмĕш управçăпуçлăх пулнă.
(13) Езекия патша тата Турă Çурчĕн пуçлăхĕ Азария хушнипе Хонанияпа унăн пĕртăванне Си мее пăхăнса пурлăха хураллакансем çак сем пулнă: Иехиил тата Азазия, Нахаф тата Асаил, Иеримоф тата Иозавад, Ели ел тата Исмахия, Махаф тата Бенания.
(14) Корей — Имна ывăлĕ, Левит, тухăç енчи алăкхуралçи — Турра панă ыр кăмăл пар нисемшĕн яваплă пулнă, вăл Çÿлхуçана кÿнĕ парнесене тата Çÿлхуçана халал ланă япаласене валеçсе тăнă.
(15) Корейне вара Еден тата Миниамин, Иешуа тата Шемаия, Амария тата Шехания пулăшса тăнă, вĕсем священниксен хулисенче пу рăннă, хăйсен тăванĕсене — ваттине те, вĕттине те — хăйсен пайне тĕрĕс валеçсе пама пулăшнă,
(16) вĕсемсĕр пуçне пĕтĕм арçынна виçĕ çулхисенчен пуçласа унтан аслăраххисене, кулленех Çÿлхуçа Çуртне кĕлтума çÿрекенсене, вĕсем мĕн ĕçре тата хăш вырăнта ĕçленине кура,
(17) шута илсе тухнă священниксене вĕсен кил-йышĕсем тăрăх, Левитсене çирĕм çулхисенчен пуç ласа унтан аслăраххисене, вĕсен ĕçне кура тата хăш уйрăмра ĕçленине кура,
(18) вĕсен пĕчĕк ачисене, вĕсен арăмĕсене, вĕсен ывăлĕсемпе хĕрĕсене,— ĕнтĕ шута илнĕ пĕтĕм йыша,— тивĕçекен пая тĕрĕс валеçсе пама тăрăшнă, мĕншĕн тесессĕн Левитсем хăйсене Турра чунтан парăнса ĕçлесе тăма халалланă.
(19) Ааронăн шута илнĕ ывăлĕсене священниксене, вĕсен кил-йышĕнчи арçынсене тата шута илсе тухнă Левитсемпе вĕсен кил-йышĕнчи арçынсене хăйсене тивĕçлĕ пая парса тăмашкăн вĕсем пурăнакан кашни хула рах ятран суйласа илнĕ çынсене уйăрса лартнă.
(20) Акă мĕнмĕн тунă пулнă Езекия пĕтĕм Иудея çĕрĕнче,— хăйĕн Çÿлхуçа Турри умĕнче вăл ыррине, тĕрĕссине те чăнни не туса тăнă.
(21) Саккуна, йĕркене пăсас мар тесе, Турă Çуртĕнчи мĕнпур ĕçе вăл ялан Турă çинчен шухăшласа туса пурăн нă, вăл пĕтĕм чунĕпе парăнса тăрăшнă, çавăнпа унăн ăнăçуллă пулса пынă.
32
(1) Езекия çакăн пек чунтан парăнса тунă ĕçсем хыççăн Сеннахирим, Ассири патши, Иудейăна пырса кĕнĕ, тĕ реклĕлетнĕ хуласене çавăрса илнĕ, вăл вĕсене хăй валли туртса илесшĕн пул нă.
(2) Езекия, Сеннахирим Иерусалима хи рĕç вăрçă вăрçма шутланине курсассăн,
(3) хăйĕн çулпуçĕсемпе, çар çыннисемпе канашланă та, вĕсем хула тулашĕнчи çăлкуçсене хупласа лартма шутланă; ле шĕсем ку тĕлĕшпе пулăшнă ăна.
(4) Халăх нумай пуçтарăннă, вара мĕнпур çăлпĕве таврашне тата çĕршыв урлă юхса выртнă юхăма тăпра сапса хупланă та каланă: кунта килсессĕн Ассири патшисем шыв ан тупайччăр, [ан çирĕпленейччĕр], тенĕ.
(5) Езекия ĕнтĕ хавхаланса кайнă, тÿннĕ юхăннă хÿмене çĕнеттернĕ, ăна пашне çÿллĕшех хăпарттарнă, хула тулашĕнче тата тепĕр хÿме тутарнă, Давид хулинчи Миллона çирĕплетнĕ тата темĕн чухлĕ кăралпа хулкан хатĕрленĕ.
(6) Халăха ертсе пыма Езекия çарпуçсем суйласа лартнă, вĕсене хăй патне, хула хапхи умĕнчи лаптăка, пуçтарнă та вĕсен чунне пыр са тивмелли сăмахсем каласа хавхалан тарнă:
(7) çирĕп те хăюллă пулăр, Ассири патшинчен, унпа пĕрле килнĕ эшкертен ан хăрăр, мĕншĕн тесессĕн пирĕн вăй вĕ сеннинчен пысăкрах,
(8) унăн — ÿт вăйĕ, пирĕнпе пĕрле — Çÿлхуçа Туррăмăр, Вăл пире пулăшĕ, пирĕн майлă çапăçĕ, тенĕ. Иудея патши Езекия каланă сăмахсемпе вара халăх вăй илсе çирĕпленнĕ.
(9) Çавăн хыççăн Ассири патши Сеннахи рим хăйĕн чурисене Иерусалима янă,— хăй вăл тата унăн пĕтĕм çарĕ Лахисра та пăрпа тăнă пулнă,— вăл Иудея патшине Езекияна тата Иерусалимри пĕтĕм иудей сене çапла калама хушнă:
(10) Ассири патши Сеннахирим çапла калать: мĕне шанатăр эсир? Иерусалим керемĕнче мĕне шанса ларатăр?
(11) Езекия сире: «Çÿлхуçа Туррă мăр пире Ассири патши аллинчен çăлса хăварĕ» тесе, выçăпа та шывсăр антăхтар са вĕлерессишĕн илĕртместиха?
(12) Унăн тÿпем вырăнĕсемпе Унăн парне вырăнĕ сене çав Езекия çĕмĕрсе тухманччĕиха, Иудейăпа Иерусалима: «пĕртенпĕр парне вырăнĕ умĕнче çеç кĕлтăвăр, унăн умĕнче çеç ырă шăршă тĕтĕрĕр» теекенни çавă мариха?
(13) Эпĕ тата манăн аттемсем ытти çĕршывсенчи халăхсене мĕнмĕн тунине эсир пĕлместĕрим вара? Çĕр çинчи ха лăхсен туррисем хăйсен çĕрне ман алă ран çăлса хăварма пултарнăи?
(14) Манăн аттемсем тĕп тунă халăхсен туррисенчен хăшĕ хăй халăхне ман аллăмран хăтар са хăварнă? Сирĕн Туррăр сире ман ал лăмран епле çăлса хăварĕши?
(15) Халĕ ĕнтĕ Езекия сире улталаса ан йăпаттăр; ан ĕненĕр ăна: нихăш халăхпа нихăш патшалăхăн турри те хăй халăхне ман аллăмран, манăн аттемсен аллинчен çăл са хăварма вăй тупайман пулсан, сирĕн Туррăр та сире ман аллăмран хăтараймĕ, тенĕ Сеннахирим.
(16) Сеннахирим тарçи сем Çÿлхуçа Турра хирĕçле, Унăн чурине Езекияна хирĕçле тата нумай каланă.
(17) Сеннахирим çырусем те çырнă пулнă, вĕсенче вăл Çÿлхуçана, Израиль Туррине, хăртнă, Ăна хирĕçле çакăн пек каланă: «çĕр çинчи халăхсен туррисем хăйсен ха лăхĕсене манран çăлса хăварайман пе кех, Езекия Турри те Хăй халăхне манран çăлса хăвараймĕ» тенĕ.
(18) Сеннахирим тар çисем, хÿме çине тухса тăнă Иерусалим халăхне хăратас, сехĕрлентерес тесе тата хулана ярса илес тесе, хытă сасăпа еврей ла кăшкăрнă.
(19) Иерусалим Турри çинчен вĕсем ытти халăхсен туррисем çинчен, этем алли ăсталанă турăсем çинчен каланă пек каланă.
(20) Вара Езекия патшапа Исаия — Амос ывăлĕ, пророк — тÿпене лле пăхса кăшкăрса кĕлтунă.
(21) Çÿлхуçа ĕнтĕ Ангела янă та, вăл Ассири патши çа рĕнчи мĕнпур паттăра, çарпуçне тата çар пуçлăхĕсене тĕп тунă. Сеннахирим вара, намăс курса, каялла хăй çĕрне таврăннă; хăй туррин çуртне пырса кĕрсен, ăна ун та хăйĕнчен çуралнисемех хĕçпе касса вĕлернĕ.
(22) Езекияна тата Иерусалимра пурăнакансене Ассири патшийĕн Сенна хиримăн аллинчен тата ыттисен аллин чен Çÿлхуçа çапла çăлса хăварнă, вĕсене Вăл пур çĕрте те упранă.
(23) Çавăн чухне нумайăшĕ Иерусалима пырса Çÿлхуçа на парнесем кÿрекÿре тăнă, Иудея пат шине Езекияна та хаклă япаласем парне ленĕ. Çакăн хыççăн Езекия пур халăхсен умĕнче те чапа тухнă.
(24) Çав вăхăтра Езекия вилмеллех чирле се ÿкнĕ. Езекия ĕнтĕ Çÿлхуçана кĕлтунă, Вăл ăна илтнĕ те паллă панă.
(25) Анчах та Езекия хăйне панă ырăлăхшăн ырăпа тавăрма пĕлмен, мĕншĕн тесессĕн унăн чĕри мăнаçланса кайнă. Вара Турă ăна та, Иудейăна та, Иерусалима та çиллен нĕ.
(26) Езекия хăй те, Иерусалим çыннисем те мăнаçлă чунчĕрине йăвашлатнă та, вара Езекия чĕрĕ чухне Çÿлхуçа çилли вĕсем çине ÿкмен.
(27) Езекиян пуянлăхĕ те, мухтавĕ те шутсăр пысăк пулнă; вăл ылтăнкĕмĕл, хаклă чул, ырă шăршăлăх, хулкан тата тĕрлĕрен савăтсапа упра малли çурт тунă,
(28) çĕр паракан çимĕçе, тыррапулла, эрехпе çу таврашне упра ма кĕлетсем, выльăхчĕрлĕх усрама ви тесем, кĕтÿ тапăрĕсем валли картасем тунă.
(29) Вăл хуласем те туса лартнă. Вак выльăхпа шултăра выльăх кĕтĕвĕсем те унăн нумай пулнă: Турă ĕнтĕ ăна питех те пысăк пурлăх панă.
(30) Геон шывне çÿл те пĕвелесе, унăн юххине Давид хулин анăç еннелле уçса яраканĕ те Езекиях пулнă. Езекия кирек хăш ĕçне те ăнăçул лă туса пурăннă.
(31) Вавилон патшисем янă элчĕсем унран çĕр çинче пулса иртнĕ хăват палли çинчен ыйтса пĕлме пырсас сăн çеç,— ăна сăнаса пăхас, ун чĕринче мĕн пуррине пĕтĕмпех пĕлес тесе,— Турă Езекияна пăрахса хăварнă.
(32) Езекия мĕнмĕн тунине, унăн ырă ĕçĕ сене Исаия — Амос ывăлĕ, пророк, мĕн пулассине малтанах курнăскерĕ — çырса хăварнă тата Иудейăпа Израиль патши сенĕн кĕнекинче çырса кăтартнă.
(33) Ĕнтĕ Езекия канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна Давид ывăлĕсен тупăклăхĕнче çÿлте пытарнă, вилнĕ хыççăн ăна пĕтĕм Иудея халăхĕ тата Иерусалимра пурăнакансем хисеплесечысласа ăсатнă. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Манассия, ларнă.
33
(1) Патшана ларнă чухне Манассия вуниккĕре пулнă, Иерусалимра вăл аллă пилĕк çул хушши патшара ларнă,
(2) вăл, Çÿлхуçа Израиль ывăлĕсем хушшинчен хăваласа янă халăхсен ир сĕр йăлийĕрки хыççăн кайса, Çÿлхуçана юрăхсăр ĕçсем туса пурăннă:
(3) хăйĕн ашшĕ Езекия çĕмĕрсе тăкнă тÿпем вырăнсене çĕнĕрен тутарнă, Ваалсене чÿк парни кÿ мелли вырăнсем туса лартнă, Астарта юпине лартнă, тÿпери мĕнпур çара пуççап са, кĕлтуса пурăннă;
(4) Çÿлхуçа Çуртĕнче, Çÿлхуçа: «Манăн ятăм ĕмĕрĕмĕр Иеру салимра пулĕ» тесе каланă Çуртра, чÿк парни вырăнĕсене туса лартнă;
(5) Çÿлхуçа Çурчĕн икĕ картишĕнче те тÿпери мĕн пур çара парне кÿмелли вырăнсем ту са лартнă.
(6) Енном ывăлĕн айлăмĕнче вăл хăйĕн ывăлĕсене вутçулăм витĕр кăларнă, юмăç та пăхнă, ăрăмланă та, тухатнă та; вилнĕ çынсене чĕнсе кăлара кансене те, асамçăсене те ĕçлеме ирĕк панă; Çÿлхуçа умĕнче Ăна çиллентермел ли юрăхсăр ĕç нумай тунă.
(7) Турă Çуртне вара касса ăсталанă йĕрĕх вырăнаçтарса лартнă; ку Çурт пирки Турă Давида тата Соломона, унăн ывăлне, çапла каланă пулнă: «çакă Çуртра, Израилĕн мĕнпур йăхĕ хушшинчен Хам валли суйласа ил нĕ Иерусалимра, Эпĕ Хамăн ятăма ĕмĕр лĕхе вырăнаçтарăп;
(8) Израиль Эпĕ хушни не тата Эпĕ Моисей урлă панă саккуна, йĕркене пĕтĕмпе пурăнăçлама тăрăшса ссăн, малашне Израиле Эпĕ хăйсен аш шĕсене панă çĕрĕнчен ура ярса пусма памăп» тенĕ.
(9) Анчах та Манассия Иуде йăна тата Иерусалимра пурăнакансене пăсса янă, вĕсем ĕнтĕ Çÿлхуçа Израиль ывăлĕсем умĕнчен пĕтернĕ халăхсенчен те ирсĕртерех пурăннă.
(10) Манассияпа унăн халăхĕ хăйсене Çÿл хуçа мĕн каланине итлемен.
(11) Çавăн хыççăн Çÿлхуçа вĕсем çине Ассири патшийĕн çарпуçĕсене янă, лешĕсем вара Манас сияна тимĕр тăлăпа тăлласа, сăнчăрпа кăкарса Вавилона илсе кайнă.
(12) Çапла хĕсĕклĕхе лексессĕн, вăл Çÿлхуçана, хă йĕн Туррине, тархаслама пуçланă та аш шĕсен Туррийĕ умĕнче питех те йăваш ланнă.
(13) Вăл Ана кĕлтунă, Турă вара ăна тăнланă, унăн кĕллине илтнĕ, ăна каялла Иерусалима илсе килсе патшана лартнă. Манассия вара Çÿлхуçа Турă иккенне пĕлнĕ.
(14) Çавăн хыççăн вăл Давид хулин тулашри хÿмине тутарнă, хÿме Геон па тĕнчен анăçалла тăсăлса, лапам вырăн па иртсе Пулă хапхинчен кĕмелли çĕре çитнĕ, хÿмене ĕнтĕ Офел тавра тытса çавăрнă, ăна питĕ çÿллĕ тунă. Манассия Иудейăри пур çирĕплетнĕ хулана та çар пуç лартса тухнă,
(15) Çÿлхуçа Çуртĕнчи ют çĕр туррисене тата йĕрĕх кĕлеткине сирпĕтнĕ, Çÿлхуçа Çурчĕн сăрчĕ çинче тата Иерусалимра суя турăсене парне кÿме лартнă вырăнсене аркатса тухнă, вĕсене хула хыçне кайса пăрахнă.
(16) Унтан Çÿлхуçана парне кÿмелли вырăна çĕнет нĕ, ун çинче канăçлăх парнипе мухтав парни кÿнĕ, вара иудейсене Çÿлхуçана, Израиль Туррине, ĕçлесе тăма чĕнсе ка ланă.
(17) Анчах та халăх хăйĕн Çÿлхуçа Туррине парне кÿнĕ пулин те, çакна тÿ пем вырăнта тунăха.
(18) Манассиян ытти ĕçĕсем çинчен, вăл хăйĕн Туррине епле кĕлтуни çинчен, ви тĕркурансем ăна Израилĕн Çÿлхуçа Тур ри ячĕпе мĕн калани çинчен Израиль патшисенĕн кĕнекинче çырса кăтартнă.
(19) Вăл мĕнле кĕлтунине, ăна Турă тăнла нине, чунĕпе йăвашланиччен Манассия мĕнлемĕнле çылăх тунине, унăн йĕрке сĕр ĕçĕсене, ăçтаăçта тÿпем вырăнсем туса унта Астартăпа йĕрĕхсен кĕлетки сене лартса тухнине Хозай çырăвĕнче çырса кăтартнă.
(20) Манассия ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна хăйĕн çуртĕн че пытарнă. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Амон, ларнă.
(21) Патшана ларнă чухне Амон çирĕм иккĕре пулнă, Иерусалимра вăл икĕ çул хушши патшара ларнă.
(22) Вăл, хăйĕн ашшĕ Манассия пекех, Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр ĕçсем тунă; хăйĕн ашшĕ Манассия тунă мĕнпур йĕрĕхе пуççапнă, вĕсене чÿк пар ни парсах тăнă.
(23) Хăйĕн ашшĕ Манассия ĕнтĕ Çÿлхуçа умĕнче йăвашланнă пул сассăн, ку йăвашланма пĕлмен; пачах урăхла, Амон хăйĕн çылăхĕсене хушсах тăнă.
(24) Вара унăн тарçисем ăна хирĕç ка вар тунă та ăна хăйĕн çуртĕнчех вĕлернĕ.
(25) Çĕр халăхĕ ĕнтĕ Амон патшана хирĕç тăнă каварçăсене пурне те вĕлерсе пĕтер нĕ, вара çĕр халăхĕ ун вырăнне патшана унăн ывăлне, Иосияна, лартнă.
34
(1) Патшана ларнă чухне Иосия сак кăрта пулнă, Иерусалимра вăл вăтăр пĕр çул хушши патшара ларнă,
(2) вăл Çÿлхуçана юрăхлă ĕçсем туса пу рăннă, Давидăн, хăй ашшĕн, çулĕпе çеç çÿренĕ, сылтăмалла та, сулахаялла та пăрăнман.
(3) Саккăрмĕш çул патшара ларнă чухне Иосия, яш ача, хăй ашшĕн, Давидăн, Тур рине пуççапма тытăннă, вуниккĕмĕш çул патшара ларнă чухне вара Иудейăна тата Иерусалима чÿк тÿпемĕсенчен, Астарта юписенчен тата касса та шăратса тунă йĕрĕхсенчен тасатма тытăннă.
(4) Ваалсене чÿк парни кÿмелли вырăнсене ун умĕнчех çĕмĕрсе тăкнă; Астарта юписене çĕ мĕрнĕ вăл, суя турăсен касса та шăратса тунă кĕлеткисене тусан пуличчен çапса салатнă, тусанне çав йĕрĕхсене пуççап са пурăннисен тупăкĕсем çине сапнă,
(5) апăссен шăммишаккине лешĕсем хăй семех туса лартнă парне вырăнĕ çинче çунтарса янă, вара Иудейăпа Иерусалима тасатнă,
(6) Манассияпа Ефрем хулисен че, Симеон хулисенче — ĕнтĕ Неффалим йăхĕ таранах — тата çав хутлăхра пушан са юлнă вырăнсенче те çавăн пекех тунă,
(7) чÿк парни вырăнĕсене, Астарта юписене, суя тĕн туррисен кĕлеткисене тусан пу личчен çапса çĕмĕрнĕ, пĕтĕм Израиль çĕрĕ çинчи кĕлеткесене аркатнă, вара Иерусалима таврăннă.
(8) Патшара вунсаккăрмĕш çул ларнă чух не, çĕре тата Турă Çуртне тасатса çитернĕ хыççăн, вăл АцаЛия ывăлне Шафана, хула пуçлăхне Маасеяна тата Иоаха — Иоахаз ывăлне, çыруçăна — хăйĕн Çÿлхуçа Тур рийĕн Çуртне юсама янă.
(9) Вара вĕсем аслă священник Хелкия патне пынă, Ма нассия тата Ефрем çыннисем, çавăн пекех ытти Израильсем те, Иудăпа Вениамин çыннисем, Иерусалимра пурăнакансем Турă Çуртне илсе пынă кĕмĕле, алăк умĕнче хуралта тăнă Левитсем пуçтар са тăнă кĕмĕле, ăна панă;
(10) çав кĕмĕле Çÿлхуçа Çуртĕнче ĕç тутарма уйăрнă çын сен аллине панă, лешĕсен вара кĕмĕле Çÿлхуçа Çуртĕнче юхăнса кайнă вырăнсе не юсакансиплекен çынсене уйăрса па малла пулнă.
(11) Кĕмĕле ĕнтĕ Иудея патшисем çаратсааркатса хăварнă çуртйĕре юсакансене якатнă чул туянма тата пă рăссем тумашкăн, çуртйĕре тăрăламаш кăн йывăç туянма панă.
(12) Çав çынсем тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ; вĕсене çак çынсен пăхсатĕрĕслесе тăмалла пулнă: Мерари ăрăвĕнчи Левитсем Иахафпа Овадия, Ка аф ăрăвĕнчи Левитсем Захарийăпа Ме шуллам тата кĕвĕçемĕ калакан мĕнпур Левит.
(13) Вĕсемех йывăр япаласене йăта кансем, урăх йышши ĕçсене тăвакансем мĕнле вăй хунине сăнаса тăнă; Левитсем хушшинчех çыруçăсем те, пăхавçăсем те, алăкхапха хуралçисем те пулнă.
(14) Çÿлхуçа Çуртне пухăннă кĕмĕле кăлар са илнĕ чухне Хелкия священник Мои сей урлă панă Çÿлхуçа саккунĕн кĕнеки не тупнă.
(15) Хелкия вара Шафан çыруçăна каланă: Çÿлхуçа Çуртĕнче эпĕ саккун кĕнеки тупрăм, тенĕ. Хелкия çав кĕне кене Шафана панă.
(16) Шафан кĕнекене патша патне илсе кайнă та патшана хы пар туса каланă: санăн чурусене мĕн хушнă — вĕсем çавна йăлтах тăваççĕ;
(17) Çÿлхуçа Çуртĕнче тупăннă кĕмĕле шу та илчĕç, ăна пăхавçăсемпе ĕç ĕçлеттере кенсене алăранах пачĕç, тенĕ.
(18) Шафан çыруçă патшана тата çапла пĕлтернĕ: Хелкия священник мана кĕнеке пачĕ, те нĕ. Шафан кĕнекене патша умĕнче ву ласа панă.
(19) Саккун сăмахĕсене илтсес сĕн патша çири тумтирне туртса çурнă.
(20) Вара патша Хелкияна, Шафан ывăлне Ахикама, Михей ывăлне Авдона, Шафан çыруçăна тата патша тарçине Асаияна çапла хушса каланă:
(21) кайăр та ман ятпа, Израильре юлнă çынсен ячĕпе тата Иудея ячĕпе çак тупăннă кĕнекери сăмахсем мĕне пĕлтернине Çÿлхуçаран ыйтса пĕ лĕр, мĕншĕн тесессĕн Унăн çилли хаяр, пирĕн аттесем çак кĕнекери сăмахсене, Çÿлхуçа сăмахĕсене, уяман, çавăншăн Çÿлхуçа пире çилленнĕ, тенĕ.
(22) Вара Хел кия тата патша çыннисем хĕрарăм пророк Олдама патне,— вăл тумтир управçи ĕç не туса тăракан Шаллум арăмĕ пулнă, Шаллум — Тиква ывăлĕ, Тиква — Хархас ывăлĕ пулнă,— кайнă; Олдама Иерусали мăн иккĕмĕш пайĕнче пурăннă.
(23) Олдама вĕсене каланă: Израилĕн Çÿлхуçа Турри çапла калать: хăвăра ман патăма янă çын на калăр:
(24) Çÿлхуçа çапла калать, тейĕр: çакă вырăна тата унта пурăнакансем çи не Иудея патши умĕнче вуланă кĕнекере çырса кăтартнă мĕнпур инкексинкекпе ылхана яратăп,
(25) Мана пăрахнăшăн, ытти турăсем умĕнче тĕтĕрнĕшĕн, хăйсен ал ли ĕçĕсемпе Мана çиллентерсе тăнăшăн Манăн вутлă çиллĕм çак вырăн тĕлĕнче хыпса илĕ те сÿнмĕ вăл.
(26) Иудея патши не, хăвăра Çÿлхуçаран ыйтма янăскер не, калăр: Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕ эсĕ илтнĕ сăмахсем пирки çапла калать:
(27) çак çĕр çинчен, унта пурăнакансем çин чен каланă Манăн сăмахăмсене илтнĕ хыççăн санăн чĕрÿ çемçелчĕ, эсĕ Турă умĕнче йăвашлантăн, Ман умăмра йăваш лантăн та çири тумтирне туртса çуртăн, Ман умăмра йĕрсе ÿкĕнтĕн, çавăнпа Эпĕ сана илтрĕм, тет Çÿлхуçа.
(28) Акă сана канăçлă аçусемпе пĕрлештерĕп, сана хă вăн тупăклăхна тăнăçлă вăхăтра пытарĕç, санăн куçусем Эпĕ çак вырăна тата унта пурăнакансем çине ярас сехмете курмĕç, тет Турă, тенĕ Олдама. Хурава патша патне çитернĕ.
(29) Патша вара йыхрав янă та Иудейăпа Иерусалимри мĕнпур аслă çынна хăй патне пуçтарнă,
(30) патша Çÿлхуçа Çуртне кайнă, унпа пĕрле пĕтĕм халăх пынă: иудейсем, Иерусалимра пурăнакансем, священниксем, Левитсем, пĕтĕм халăх ваттивĕтти таран — пурте пуçтарăннă; вара патша вĕсене Çÿлхуçа Çуртĕнче ту пăннă халал кĕнекине пĕр сăмах сиктер месĕр сасăпа вуласа панă.
(31) Патша хăй вырăнне тăнă та Çÿлхуçа умĕнче халал хывнă — çак кĕнекере çырнă халал сăма хĕсене пурăнăçа килтермешкĕн Çÿлхуçа хыççăн пыма, Унăн ÿкĕчĕсене, Вăл пĕл тернинеуçса панине, Вăл панă йĕркесе не пĕтĕм чĕререн, пĕтĕм чунтан пăхăнса пурăнма пулнă.
(32) Патша Иерусалимри тата Вениамин çĕрĕнчи мĕнпур çынна та çак халала йышăнма хушнă; вара Иеру салимра пурăнакансем Турă, хăйсен аш шĕсенĕн Турри, вĕрентнĕ пек пурăнма пуçланă.
(33) Иосия ĕнтĕ Израиль ывăлĕсен мĕнпур çĕрĕ çинчи йĕрĕнчĕксене пĕтĕм пех аркатнă, Израиль çĕрĕнчи çынсене пурне те хăйсен Çÿлхуçа Туррине ĕçле се пурăнма хушнă. Вара Иосия пурăннă чухне вĕсем хăйсен ашшĕсенĕн Çÿлхуçа Турринчен пăрăнман.
35
(1) Иосия ĕнтĕ Иерусалимра Çÿлхуçа ячĕпе Пасха ирттернĕ, вара пĕрремĕш уйăхăн вунтăваттăмĕш кунĕн че Пасха путекне пуснă.
(2) Вăл священ никсене хăйсен вырăнне тăратса тухнă, вĕсене вăл Çÿлхуçа Çуртĕнче кĕлтума хавхалантарса тăнă,
(3) Çÿлхуçана халалла нă Левитсене, пĕтĕм Израиль çыннисене вĕрентсе тăракансене, каланă: сăваплă саккун арчине Соломон — Давид ывăлĕ, Израиль патши — тутарнă Çурта лартăр; малашне сирĕн ăна хулпуççи çинче йăтса çÿреме кирлĕ мар; халĕ вара Çÿлхуçа Тур рăмăршăн тата Унăн Израиль халăхĕшĕн ĕçлеме пикенĕр;
(4) Израиль патши Давид хушса хăварнă пек, унăн ывăлĕ Соломон хушса хăварнă пек, йăхăнйăхăн, хăвăр ушкăнăрпа тăрса тухăр,
(5) сăваплă вырăн та хăвăр тăванăрсемпе, хăвăр халăхăр ывăлĕсемпе, Левитсен ăрăвĕсемтăхăмĕ сем тăрăх ушкăнăнушкăнăн тăрса ту хăр,
(6) вара Пасха путекне пусăр, тасалăр, унтан, Моисей урлă пĕлтернĕ Çÿлхуçа сăмахĕпе килĕшÿллĕн, путеке хăвăр тă ванăрсем валли хатĕрлĕр.
(7) Иосия ĕнтĕ çа вăнта пуçтарăннă халăх ывăлĕсене Пасха парни кÿме вак выльăхран вăтăр пин пуç путекпе çамрăк качака таки тата виçĕ пин пуç вăкăр панă. Ку ĕнтĕ — патша пурлăхĕнчен пани.
(8) Унăн аслă улпучĕсем те, тимлĕ пулса, халăха, священниксене тата Левитсене — Турă Çурчĕшĕн яваплă Хелкияна, Захарийăна, Иехиила — Пас ха ячĕпе парне кÿме священниксене икĕ пин те ултçĕр пуç [сурăх, путек тата ка чака таки] тата виççĕр пуç вăкăр панă;
(9) Левитсен пуçлăхĕсем Хонания, Шемаия, Нафанаилпа унăн пĕртăванĕсем Хаша вия, Иеиел тата Иозавад Левитсене Пас ха парнилĕх пилĕк пин пуç [сурăх] тата пилĕкçĕр вăкăр панă.
(10) Çапла хатĕрленсе çитсессĕн, патша хушнипе священниксем хăйсен вырăнне
(35) тана, Левитсем те хаисен ушканесемпе тăрса тухнă;(11) ĕнтĕ Пасха путекне пуснă; священниксем унăн юнне Левитсен ал линчен илсе сирпĕтсе тухнă, Левитсем тир сÿсе тăнă;
(12) вара, Моисей кĕнекин че çырса кăтартнă пек, çав выльăхсене пĕтĕмĕшпе çунтарса Çÿлхуçана парне кÿмешкĕн халăх ывăлĕсене йăх тăрăх салатса панă. Вăкăрсене те çаплах пай ласа панă.
(13) Йĕрке хушнă пек, Пасха пу текне вутçулăм çинче пĕçернĕ; сăваплă парнесене хурансенче, чÿлмексенче, урăх йышши савăтсапара пĕçернĕ те васка сах халăха валеçсе панă,
(14) çакăн хыççăн вара хăйсем валли тата священниксем валли хатĕрленĕ, мĕншĕн тесессĕн свя щенниксем, Аарон ывăлĕсем, мĕн тĕттĕм пуличченех пĕтĕмĕшпе çунтарса памал ли парнесемпе парне çăвĕ кÿнĕ, çавăн па ĕнтĕ Левитсем хăйсем валли те, свя щенниксем — Аарон ывăлĕсем — валли те хатĕрленĕ пулнă.
(15) Юрăçăсем, Асаф ывăлĕсем, — Давид, Асаф, Еман тата пат шанăн витĕркуранĕ Идифун вĕрентнĕ пек — хăйсен вырăнĕнчех тăнă; хапха хуралçисем те хăйсен вырăнĕнчех тă нă: Левитсем, вĕсен тăванĕсем, вĕсене мĕн кирлине хатĕрленĕ, çавăнпа вĕсен хăйсен ĕç вырăнĕнчен нимĕншĕн те кай малла пулман.
(16) Иосия патша хушни пе çав кун Пасха ирттернĕ чухне, парне вырăнĕ çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса, Çÿлху çана парне кÿмеллине пĕтĕмпе пурăнăçа килтернĕ.
(17) Çавăнта пулнă Израиль ывăлĕ сем вара Пасхăпа тутлăлла пĕçернĕ çăкăр уявне çичĕ кун хушши уявланă.
(18) Çакăн пек Пасха Израильре Самуил пророк вă хăтĕнче пулнăранпа та пулман; Израи лĕн пĕр патши те Иосия, священниксем, Левитсем, çавăнта пулнă Иудейăпа Изра иль халăхĕ тата Иерусалимра пурăнакан сем ирттернĕ пек Пасха ирттерсе курман.
(19) Çак Пасхăна Иосия вунсаккăрмĕш çул патшара ларнă чухне ирттернĕ.
(20) Иосия Турă Çуртĕнче тумалли ĕçсене пĕтĕмпех туса çитернĕ хыççăн [Хелкия священник Çÿлхуçа Çуртĕнче тупнă сак кун йĕркипе пурăнас тесе, Иосия патша вилнĕ çынсене чĕнекенсене те, çăлтăрçă сене те, Иерусалимпа Иудейăри чÿк вырă нĕсене те, йĕрĕхсене те, Астарта юписене те çунтарса янă; унччен нихăçан та Иосия пек пĕтĕм чĕрипе, пĕтĕм чунĕпе, пĕтĕм вăйĕхалĕпе Çÿлхуçа енне çаврăннă, Мо исейĕн пĕтĕм саккунне çирĕп тытсауяса пурăнакан пулман; ун хыççăн та ун евĕр лĕ патша пулман. Анчах та Çÿлхуçа Хăйĕн хаяр çиллине, Манассиян ирсĕр ĕçĕсене пула Иуда çине ÿкнĕ хаярлăхне, сирсе яман. Çÿлхуçа çапла каланă: Израиль килне Хам умăмран сирнĕ пек, Иудăна та Хам умăмран сирĕп, Хам суйласа илнĕ Иерусалим хулине те, Эпĕ: «унта Манăн ятăм пулĕ» тесе каланă Çурта та, сир се пăрахăп, тенĕ.] Нехао, Египет патши, Евфрат хĕрринчи Кархемис патне вăрçă па кайнă, Иосия ĕнтĕ ăна хирĕç тухнă.
(21) Нехао ун патне çапла калама элчĕсем янă: Иудея патши, сана та, мана та мĕн халь? Эпĕ халь сана хирĕç мар, лере, ха мăн вăрçă пынă çĕре, каятăп. Турă мана васкама хушрĕ; Турă — манпа пĕрле, хăв на ан пĕтертĕр тесессĕн, Ăна ан хирĕçле, тенĕ.
(22) Анчах та Иосия унран хăпман, унпа çапăçма хатĕрленнĕ, Нехао Турă ячĕ пе каланă сăмаха итлемен, вара Мегиддо тÿремлĕхне çапăçма тухнă.
(23) Тĕкĕрçĕсем Иосийăна çĕмренпе лектернĕ, патша вара тарçисене: илсе кайăр мана — эпĕ йывăр амантăм, тенĕ.
(24) Тарçисем ăна çар урапи çинчен тепĕр урапи çине илсе лартнă та Иерусалима турттарса кайнă. Патша вил нĕ, ăна ашшĕсенĕн тупăклăхне пытарнă. Ĕнтĕ пĕтĕм Иудея, пĕтĕм Иерусалим Иоси йăшăн хурланса макăрнă.
(25) Иеремия та Иосийăна хÿхлев юрри хайласа асăннă; юрăçă арçынсем те, юрăçă хĕрарăмсем те хăйсен хÿхлев юррийĕсенче Иосийă на асăннă, çав юрăсем паян кунчченех сыхланса юлнă, вĕсене Израиле ÿлĕм усă курма парса хăварнă; вĕсене хÿхлев юр рисен кĕнекине кĕртсе хăварнă.
(26) Иосийăн тĕрлĕ ĕçĕсене, Çÿлхуçа сак кунĕнче каланă пек тунă ырă ĕçĕсене,
(27) унăн ытти ĕçĕсене, малтанхисемпе кай ранхисене, Израильпе Иудея патшисе нĕн кĕнекинче çырса кăтартнă.
36
(1) Вара çĕршыв халăхĕ Иоахаза, Иосия ывăлне, [çу сĕрнĕ те] ăна Иерусалимра хăйĕн ашшĕ вырăнне пат шана лартнă.
(2) Патшана ларнă чухне Иоа хаз çирĕм виççĕре пулнă, Иерусалимра вăл виçĕ уйăх хушши патшара ларнă. [Ун амăшĕн ячĕ — Амитал, вăл Ловна ху линчи Иеремия хĕрĕ пулнă. Иоахаз кирек епле ĕçе те, хăйсен ашшĕсем пек, Турра юрăхсăр туса пурăннă. Вăл Иерусалим ра текех патшара ан лартăр тесе, Нехао фараон ăна Емаф çĕрĕ çинчи Девлафра тыткăна илнĕ.]
(3) Египет патши ăна Иеру салимра патшаран сирпĕтнĕ, [патша ăна Египета илсе кайнă,] Иудея çине хыр çă — çĕр талант кĕмĕл тата пĕр талант ылтăн — хунă.
(4) Египет патши ĕнтĕ Иуде йăпа Иерусалим патши пулма Иоахаз пĕртăванне, Елиакима, лартнă, унăн ятне Иоаким тесе улăштарнă; Иоахаза, Иоаким пĕртăванне, Нехао хăйпе пĕрле Египета илсе кайнă, [вăл унтах вилнĕ. Фараона ыл тăнпа кĕмĕл парса тăнă: фараон хушнипе çĕршыв кĕмĕл пама тытăнсан, Нехао фа раона хырçă тÿлемешкĕн пуçлăхсем çĕр халăхĕнчен ылтăнпа кĕмĕл ыйтса тăнă].
(5) Патшана ларнă чухне Иоаким çирĕм пиллĕкре пулнă; Иерусалимра вунпĕр çул хушши патшара ларнă [ун амăшĕн ячĕ — Зехора, вăл Рама хулинчи Нирия хĕрĕ пулнă. Вăл ĕнтĕ, ашшĕсем пекех, хăйĕн Çÿлхуçа Турри умĕнче юрăхсăр ĕçсем туса пурăннă. Ун вăхăтĕнче Вави лон патши Навуходоносор унăн çĕрĕ çине вăрçăпа килнĕ, вара Иоаким ăна виçĕ çул пăхăнса пурăннă та кайран унран хăпнă. Çÿлхуçа — Хăйĕн чурисемпророкĕсем урлă каланă пек — Иудăна тĕп тума ун çине халдейсене, Сири хурахĕсене, Моав хурахĕсене тата Аммонпа Самари ывă лĕсене янă. Иуда çинче Çÿлхуçа çилли пулнă, Манассия тунă пĕтĕм çылăхшăн, Иоаким юхтарнă айăпсăр юншăн, Иеру салима айăпсăр юн тултарнăшăн Вăл Иудăна Хăй умĕнчен сиресшĕн пулнă. Апла пулин те Çÿлхуçа вĕсене тĕппипех пĕтерме шутламан].
(6) Ăна хирĕç Вавилон патши Навуходоносор вăрçăпа тухнă, ва ра ăна Вавилона илсе каймашкăн тăлăпа тăлланă.
(7) Навуходоносор Çÿлхуçа Çур тĕнчи хăшпĕр савăта Вавилона илсе кай нă та Вавилонра хăйсен туррин çуртне кĕртсе лартнă.
(8) Иоакимăн ытти ĕçĕсене, вăл тунă ир сĕр ĕçсене, вăл мĕнмĕн тĕлĕшпе айăпа кĕнисене Израильпе Иудея патшисенĕн кĕнекинче çырса кăтартнă. [Иоаким ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна хăй сен ашшĕсемпе юнашар Ганозанра пы тарнă.] Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Иехония, ларнă.
(9) Патшана ларнă чухне Иехония вун саккăрта пулнă, Иерусалимра вăл виçĕ уйăх та вунă кун патшара ларнă, Çÿлхуçа умĕнче вăл юрăхсăр ĕçсем туса пурăн нă.
(10) Çулталăк иртсессĕн Навуходоносор патша çынсем янă та Иехонияна Çÿлху çа Çуртĕнчи хаклă савăтсапапа пĕрле Вавилона илсе пыма хушнă; Иудея тата Иерусалим патши пулма Седекияна, унăн пĕртăванне, лартнă.
(11) Патшана ларнă чухне Седекия çирĕм пĕррере пулнă, Иерусалимра вăл вунпĕр çул хушши патшара ларнă,
(12) вăл хăйĕн Çÿлхуçа Турри умĕнче юрăхсăр ĕçсем ту нă, малашне мĕн пуласси çинчен Турă сăмахне пĕлтерсе калакан Иеремия про рок умĕнче те йăвашланман,
(13) вăл хăйне Турă ячĕпе тупа тутарнă Навуходоносор патшаран хăпнă, чурăсланнă, чĕрине ха ярлатса ярса Израилĕн Çÿлхуçа Турри енне çаврăнайман.
(14) Суя тĕнлĕ çынсен нĕрсĕр йăлийĕркипе пурăнса, священ никсен пуçлăхĕсем те, халăх пуçлăхĕсем те çылăха нумай кĕнĕ, Çÿлхуçа Çуртне, Çÿлхуçа Иерусалимра тасалăх тивлечĕ кÿнĕ Çурта, ирсĕрлетнĕ.
(15) Ашшĕсенĕн Çÿлхуçа Турри вĕсем патне Хăйĕн хыпар çисене ярсах тăнă, мĕншĕн тесессĕн Вăл Хăйĕн халăхне тата Хăйĕн Çуртне хĕрхен нĕ.
(16) Анчах та вĕсем Турă хыпарçисенчен кулнă, Унăн сăмахĕсене нимĕн вырăнне те хуман, Унăн пророкĕсене мăшкăлланă хăртнă, Çÿлхуçа çилли Хăйĕн халăхĕ çине ÿкичченех çапла пулнă, ĕнтĕ халăхăн çăлăнăç юлман.
(17) Вара Вăл вĕсем çине Халдея патшине янă, лешĕ вĕсенĕн яш ачисене хăйсен сăваплă Çуртĕнчех хĕçпе вĕлерсе тухнă, [Седекияна та,] яш ачана та, хĕре те, ваттине те, кăвак çÿçлине те хĕрхенмен: Турă пурне те Халдея патшин аллине панă.
(18) Вăл Турă Çуртĕнчи мĕн пур хатĕрхĕтĕре, пысăккине те, пĕчĕк кине те, Çÿлхуçа Çуртĕнчи хаклă пур лăха тата патшапа ун улпучĕсен хаклă пурлăхне пĕтĕмпех Вавилона илсе кайнă.
(19) Турă Çуртне çунтарса янă, Иерусалим хÿмине аркатнă, унти пĕтĕм кермене вутçулăмпа çунтарса янă, унти мĕнпур хаклă япалана тĕп тунă.
(20) – (21) Хĕç тĕлне лекменнисене Халдея патши Вавилона куçарса кайнă, вара вĕсем Перси патши патшана лариччен, Çÿлхуçанăн Иеремия урлă çĕрĕн шăмат çулĕсем çинчен каланă сăмахĕсем тÿрре киличчен Халдея пат шин тата ун ывăлĕсенĕн чурисем пулса пурăннă. Хăйĕн шăмат çулĕсене уявлама пăрахнă çĕр вара çав юхăнăç кунĕсенче çитмĕл çул канса выртнă.
(22) Перси патши Кир пĕрремĕш çул пат шара ларнă чухне, Иеремия урлă каланă Çÿлхуçа сăмахне пурăнăçа килтерсе, Çÿл хуçа Перси патшийĕн Кирăн чун хавал не хускатса янă та, вăл вара, çыруллă хушу кăларса, пĕтĕм патшалăхĕ тăрăх çапла пĕлтерсе тухма хушнă:
(23) Кир, Пер си патши, çапла калать: тÿпери Çÿлхуçа Турă мана çĕр çинчи мĕнпур патшалăха пачĕ, Вăл мана Иудейăри Иерусалим ху линче Хăйне валли Çурт лартса пама хушрĕ. Сирĕн хушшăрта Ун халăхĕн çын нисем пулсассăн,— ĕнтĕ хăйсен Çÿлхуçа Турри вĕсемпе пĕрле пултăр! — çавсем Иудейăри Иерусалима кайччăр, Çÿлхуçа Çуртне — Израиль Туррин, Иерусалимри Туррăн Çуртне — туччăр.
Вавилон тыткăнĕнче пулнă Манассиян, Иудея патшийĕн, кĕлли
Эй Пурне те Тытса Тăракан Çÿлхуçа, аттемĕрсенĕн, Авраамăн, Исаакăн, Иако вăн тата вĕсен ырă вăрлăхĕн Туррийĕ! [а]
Эсĕ тÿпепе çĕре тĕлĕнмелле илемлĕ пул тарнă, тинĕсе Хăвăн сăмахупа çыхса ларт нă, тĕпсĕр авăра Хăвăн хăрушă та чаплă, пурне те хăратса тăракан ятупа хупса, пичетлесе лартнă [б],
Санăн вăюнтан чĕт ресе тăраççĕ [в]:
Санăн чаплă мухтавлăху умĕнче никам та тытăнса тăраймасть, Эсĕ çылăхлисене хаяррăн юнанине ни кам та чăтаймасть [г].
Анчах ырăлăху та вĕçĕмсĕр Санăн, ăна пĕлсе те çитеймес тĕн: эй Çÿлхуçамăм, Эсĕ ырă, вăрах тÿсĕмлĕ, хĕрхенекен кăмăллă, этем усаллă хĕшĕн пăшăрханатăн [д]
Эй Çÿлхуçамăр, Хăв нумай ырăлăхлă пулнăран Эсĕ ÿкĕ некенсене йышăнма, Хăв умăнта çылăха кĕнисене каçарма пулнă; çылăхлă çынсем ÿкĕнсессĕн, вĕсене çăлса хăвармашкăн Эсĕ, питех те ырă пулнăран, вĕсене ÿкĕ нĕçлĕ тунă [е]
Эй Çÿлхуçамăм, сăвапли сенĕн Турри, сăваплисенчен — Авраам ран, Исаакран, Иаковран, Хăвăн умăнта çылăха кĕменнисенчен — ÿкĕнĕç ыйтман Эсĕ, манран, çылăхлă çынран, ÿкĕнĕç ый татăн, мĕншĕн тесессĕн çылăхăмсем ти нĕс хăйăрĕнчен те нумайрах [ж]
Эй Çÿл хуçамăм, йĕркесĕр ĕçĕм имсĕрсумсăр, йĕркесĕр ĕçĕм имсĕрсумсăр, темĕн чух лĕ тĕрĕсмарлăхăма пула çÿл тÿпе çине пăхма та тивĕçлĕ мар эпĕ [з]
Ĕнтĕ мана тимĕр сăнчăрпа сăнчăрларĕç — авăнсах антăм, пуçăма та çĕклейместĕп, сывлăш та çавăраймастăп, мĕншĕн тесессĕн Сана çиллентертĕм [и]
Сан умăнта усал ту рăм: Сан ирĕкне вырăна хумарăм, Эсĕ хушнине уямарăм, йĕрĕх лартса тултар тăм, çапла халăха илĕртсе улталарăм [к]
Халĕ ĕнтĕ Сана хама хĕрхенме тархас ласа чĕремĕн чĕркуççийĕ çине чĕркуçле нетĕп. Эй Çÿлхуçамăм, çылăха кĕтĕм эпĕ, çылăха кĕтĕм, хамăн йĕркесĕр ĕçĕмсе не пĕлетĕп; ĕнтĕ Сана тархасласа ыйта тăп: каçарсамччĕ мана, эй Çÿлхуçамăм, каçарсамччĕ мана, мана йĕркесĕр ĕçĕм семпех ан пĕтерсемччĕ, мана тамăка ямалла ан айăпласамччĕ [л]
Эсĕ — Турă, Эсĕ — ÿкĕнекенсенĕн Турри, Мана, юрăх сăр çынна, виçесĕр хĕрхенÿллĕ кăмăлупа çăлса, Хăвăн пĕтĕм ырăлăхна ман çин че кăтартсамччĕ, Сана пĕтĕм кунçулăм тăршшĕпе мухтавлăп, Сана тÿпери пĕтĕм вăйсем мухтаççĕ, Санăн мухтавлăху — ĕмĕрĕмĕре. Аминь.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓