Патшасем 2


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Патшасен Тăваттăмĕш Кĕнеки

(Патшасен Иккĕмĕш Кĕнеки)

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

1

(1) Ахав вилнĕ хыççăн Моав Израильрен хăпасшăн пулнă.

(2) Охозия пĕррехинче Самарири керменĕн çÿлти пÿлĕмĕн чÿречинчен решетке витĕр ÿкнĕ те чирлесе кайнă. Вара вăл элчисене çула кăларса янă: Аккарон турри веельзевул патне кайăр та ыйтса пĕлĕр — эпĕ ку чиртен сывалайăпши? тенĕ. [Лешĕсем ĕнтĕ ыйтса пĕлме кайнă.]

(3) Çавăн чухне Çÿлхуçа Ангелĕ Фесва çыннине Илияна каланă: Самари патши янă çынсене хирĕç тух та кала: Израильре Турă çук-им? Мĕншĕн эсир веельзевултан, Аккарон турринчен, ыйтма каятăр?

(4) Çÿлхуçа çавăншăн çапла калать: выртакан вырăну çинчен тăраймăн эсĕ, вилĕн, тет, тенĕ. Илия вĕсене хирĕç кайнă, [вĕсене] каланă.

(5) Çыннисем Охозия патне каялла таврăннă. Охозия: эсир мĕншĕн халех таврăнтăр? тенĕ.

(6) Лешĕсем ăна каланă: пире хирĕç пĕр çын тухрĕ те çапла каларĕ: «хăвăра кунта янă патша патне таврăнăр та калăр ăна: Çÿлхуçа çапла калать: Израильре Турă çук-им? Мĕншĕн эсĕ веельзевултан, Аккарон турринчен, ыйтма яратăн? Çавăншăн выртакан вырăну çинчен тăраймăн эсĕ, вилĕн» тет, тенĕ.

(7) Охозия татах ыйтнă: сире хирĕç тухса çак сăмахсене каланă çын мĕнлерехскерччĕ вăл? тенĕ.

(8) Лешĕсем ăна каланă: çынни темĕскерле çăмлă тумтирпе, пилĕкне чĕн пиçиххи çыхнă, тенĕ. Патша: апла ку — Фесва çынни Илия, тенĕ.

(9) Вара вăл ун патне аллă çын пуçлăхне аллă çыннипе пĕрле янă. Çавăн чухне Илия ту çинче ларнă, çав алпÿ ун патне улăхнă та каланă: Турă çынни! патша сана: «ту çинчен ан» тет.

(10) Илия алпĕве хуравласа каланă: эпĕ Турă çынни пулсассăн, тÿперен вутçулăм антăр, сана хăвна та, санăн аллă çыннуна та çунтарса ятăр, тенĕ. Тÿперен вутçулăм аннă та вара ăна та, унăн аллă çыннине те çунтарса янă.

(11) Патша ĕнтĕ ун патне тепĕр алпĕве аллă çыннипе пĕрле янă. Алпÿ Илияна каланă: Турă çынни! патша сана: «ан хăвăртрах» тет.

(12) Илия ăна хуравласа каланă: эпĕ Турă çынни пулсассăн, тÿперен вутçулăм антăр, сана хăвна та, санăн аллă çыннуна та çунтарса ятăр, тенĕ. Тÿперен Турă вутçулăмĕ аннă та ăна та, унăн аллă çыннине те çунтарса янă.

(13) Патша ĕнтĕ виççĕмĕш алпĕве аллă çыннипе пĕрле янă. Çав виççĕмĕш алпÿ Илия умне чĕркуçленсе ларнă та тархасласа каланă: Турă çынни! манăн чунăмран та, чурусен — çак аллă çыннăн — чунĕсенчен те ан йĕрĕнсемччĕ;

(14) акă тÿперен вутçулăм анса унчченхи алпÿсене иккĕшне те мĕнпур çыннипе пĕрлех çунтарса ячĕ; халĕ манăн чунăма хĕрхенсемччĕ, тенĕ.

(15) Çÿлхуçа Ангелĕ Илияна каланă: унран ан хăра, унпа пĕрле кай, тенĕ. Вăл вара унпа пĕрле патша патне кайнă.

(16) Патшана çапла каланă: Çÿлхуçа çапла калать: Турă сăмахне ыйтса пĕлме Израильре Турă çук-им? Мĕншĕн веельзевул патне, Аккарон турри патне, çынсем ятăн? çавăншăн выртнă вырăну çинчен тăраймăн, вилĕн, тенĕ.

(17) Çÿлхуçа Илия урлă каланă пек, вăл вилнĕ вара. Ун вырăнне Иорам [Охозия пĕртăванĕ] патшана ларнă, мĕншĕн тесессĕн Охозиян ывăл пулман; ку ĕç Иосафат ывăлĕ Иорам иккĕмĕш çул Иудея патшинче ларнă чухне пулса иртнĕ.

(18) Охозиян ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине Израиль патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

2

(1) Çÿлхуçа Илияна тÿпене çавраçилпе илсе хăпартма палăртнă вăхăтра Илия Елисейпе пĕрле Галгалран таврăннă.

(2) Илия Елисее каланă: эсĕ кунтах юл, Çÿлхуçа мана Вефиль хулине ярать, тенĕ. Елисей каланă ăна: Çÿлхуçа чĕрĕ, санăн чуну та чĕрĕ! эпĕ санран уйрăлмастăп, тенĕ. Вĕсем вара Вефиле кайнă.

(3) Вефильри пророксен ывăлĕсем Елисей патне тухнă та каланă: Çÿлхуçа паян хăвăн хуçуна илсе каясса пĕлетĕни эсĕ? тенĕ. Елисей: ан шарлăр, эпĕ те пĕлетĕп, тенĕ.

(4) Илия ăна каланă: Елисей, кунта юл, Çÿлхуçа мана Иерихон хулине ярать, тенĕ. Лешĕ: Çÿлхуçа чĕрĕ, санăн чуну та чĕрĕ! эпĕ санран уйрăлмастăп, тенĕ. Вĕсем вара Иерихона çитнĕ.

(5) Иерихонри пророксен ывăлĕсем Елисей патне пынă та ăна каланă: Çÿлхуçа паян хăвăн хуçуна илсе каясса пĕлетĕни эсĕ? тенĕ. Елисей: ан шарлăр, эпĕ те пĕлетĕп, тенĕ.

(6) Илия ĕнтĕ Елисее каланă: кунта юл, Çÿлхуçа мана Иордан шывĕ хĕррине ярать, тенĕ. Лешĕ: Çÿлхуçа чĕрĕ, санăн чуну та чĕрĕ! эпĕ санран уйрăлмастăп, тенĕ. Вара иккĕшĕ те пĕрле кайнă.

(7) Вĕсен хыçĕнчен пынă пророксен ывăлĕсем — алă çын — аякра вĕсем тĕлĕнче чарăнса тăнă, кусем иккĕшĕ Иордан хĕрринче тăнă.

(8) Илия çиелти юпăнчине хывнă та, ăна пĕтĕрсе, унпа шыва çапнă, шыв унталла та кунталла уйăрăлса тăнă, вара иккĕшĕ те типĕ çĕрпе каçса кайнă.

(9) Хăйсем каçса кайсан Илия Елисее каланă: мана хăвăнтан уйăрса илсе кайиччен хăвна мĕн кирлине ыйт манран, тенĕ. Елисей каланă: санри хăват манра икĕ хут ытларах пултăрччĕ, тенĕ.

(10) Илия каланă ăна: ытла йывăррине ыйтатăн эсĕ; эхер те мана хăвăн патăнтан илсе кайнине курайсассăн, мĕн ыйтни пулĕ, кураймасассăн — пулмĕ, тенĕ.

(11) Вĕсем калаçса пынă хушăра вутçулăмлă урапапа вутçулăмлă лашасем килсе тухнă та вĕсене иккĕшне пĕр-пĕринчен уйăрнă, çапла Илия тÿпене çавраçилпе çĕкленсе хăпарса кайнă.

(12) Елисей çавна курса: ай аттеçĕм, аттеçĕм! Израилĕн урапаллă çарĕ, унăн утлă çарĕ! тесе кăшкăрса янă. Илияна урăх курайман вăл. Вара вăл çийĕнчи тумтирне икĕ пая туртса çурнă.

(13) Елисей ĕнтĕ Илиян ÿксе юлнă юпăнчине илнĕ те хăй килнĕ çулпа каялла утнă, Иордан хĕррине пырса тăнă;

(14) Елисей Илияран ÿксе юлнă юпăнчипе шыва çапса çапла каланă: Çÿлхуçа, Илия Турри,— Çавă ăçта? тенĕ. Унтан Елисей шыва тата тепре çапнă, шыв икĕ еннелле уйăрăлнă, Елисей каçса кайнă.

(15) Иерихонри пророксен ывăлĕсем ăна аякранах асăрханă та каланă: Илия хăвачĕ Елисее куçрĕ, тенĕ. Вĕсем ĕнтĕ ун патне пынă та çĕре ÿксе пуççапнă,

(16) вара каланă ăна: акă пирĕн, санăн чурусенĕн, алă çын пур; пурте вăйлă вĕсем; кайччăр та сан хуçуна шыраччăр вĕсем; Турă Сывлăшĕ ăна илсе кайрĕ пулĕ те пĕрпĕр ту çине е пĕрпĕр айлăма ÿкерсе хăварчĕ пулĕ, тенĕ. Вăл: çын яма кирлĕ мар, тенĕ.

(17) Анчах та вĕсем ăна чылайччен тархасланă, йăлăхтарсах çитернĕ, вăл вара: ярăр эппин, тенĕ. Ĕнтĕ аллă çын янă, вĕсем виçĕ кун хушши шыранă, ăна тупайман,

(18) шыраканĕсем Елисей патне Иерихона таврăннă, вăл вĕсене: эпĕ сире: «ан çÿрĕр» терĕм мари? тенĕ.

(19) Çав хула çыннисем Елисее каланă: хуçамăр хăех курать пулĕ, пирĕн хула лайăх вырăнта ларать, анчах шывĕ япăх тата çĕрĕ те пулăхлă мар, тенĕ.

(20) Вăл: мана çĕнĕ курка парăр, унта тăвар хурăр, тенĕ. Ăна мĕн ыйтнине панă.

(21) Вăл çăлкуç умне пынă, шыва тăвар сапнă та каланă: Çÿлхуçа çапла калать: Эпĕ ку шыва тасатрăм, унран текех вилĕм пулмĕ, çĕр те пулăхсăр пулма пăрахĕ, тет, тенĕ.

(22) Елисей каланă сăмахпа вара çак шыв паянхи кунчченех таптаса.

(23) Унтан вăл Вефиле кайнă. Вăл çулпа пынă чухне хуларан пĕчĕк ачасем чупса тухнă та ăна: утах, кукша пуç! утах, кукша пуç! тесе йĕкĕлтенĕ.

(24) Вăл çаврăнса пăхнă та ачасене асăрханă, вара вĕсене Çÿлхуçа ячĕпе ылханнă. Çакăн хыççăнах вăрмантан икĕ упа ами сиксе тухнă та çав ачасенчен хĕрĕх иккĕшне çурса тăкнă.

(25) Кунтан вăл Кармил тăвĕ çине кайнă, унтан Самарие таврăннă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

3

(1) Иудея патши Иосафат вунсаккăрмĕш çул патшара ларнă чухне Самарире Ахав ывăлĕ Иорам Израиль патши пулма ларнă, вăл вуникĕ çул патша пулнă,

(2) вăл Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр ĕçсем туса пурăннă, анчах та ашшĕпе амăшĕ чухлех иртĕнмен: вăл Ваал кĕлеткине, хăйĕн ашшĕ ăсталанăскерне, вырăнĕнчен илсе пăрахнă,

(3) апла пулин те Нават ывăлĕ Иеровоам тунă çылăхсенчен, Израиле çылăха кĕртнĕ çылăхсенчен, хăпман, çавăн пекех туса тăнă.

(4) Меса, Моав çĕрĕн патши, выльăхчĕрлĕх тĕлĕшĕнчен пуян пулнă, вăл Израиль патшине çĕршер пин сурăх тата çăмне кастарман çĕршер пин така яраяра панă.

(5) Ахав вилсессĕн вара Моав патши Израиль патшинчен хăпнă.

(6) Çав вăхăтра Иорам патша, Самарирен тапранса тухса, пĕтĕм Израиль халăхне хăй тавра пуçтарнă;

(7) вăл тата Иудея патши Иосафат патне çынсем янă, ăна çапла калама хушнă: Моав патши манран уйрăлчĕ, эсĕ манпа пĕрле ăна хирĕç вăрçăпа пыратăни? тенĕ. Лешĕ каланă: пыратăп; эсĕ мĕнле — эпĕ те çаплах; санăн халăху епле — манăн халăх та çаплах; санăн урхамахусем мĕнле — манăн урхамахсем те санăнни пекех, тенĕ.

(8) Иосафат ĕнтĕ: мĕнле çулпа каймаллаши пирĕн? тенĕ. Израиль пат ши: Эдом пушхирĕнчи çулпа, тенĕ.

(9) Вара Израиль патши Иудея патшипе тата Эдом патшипе пĕрле кайнă, вĕсем çичĕ кун хушши çавра çулпа пынă; анчах çар валли те, вĕсем хыççăн пыракан выльăхчĕрлĕх валли те шыв пулман.

(10) Ĕнтĕ Израиль патши каланă: ах! Çÿлхуçа çакă виçĕ патшана Моав аллине тытса парас тесе пĕрле пуçтарчĕ иккен, тенĕ.

(11) Вара Иосафат каланă: кунта Çÿлхуçа пророкĕ çукши, ун урлă Çÿлхуçаран ыйтма пулмĕши? тенĕ. Израиль патшийĕн пĕр тарçи каланă: Елисей — Сафат ывăлĕ, Илия алли çине шыв ярса тăнăскерĕ — кунтах, тенĕ.

(12) Иосафат каланă: унра Çÿлхуçа сăмахĕ, тенĕ. Вара Израиль патши Иосафат тата Эдом патши ун патне кайнă.

(13) Елисей Израиль патшине каланă: сана манран мĕн кирлĕ? аçу пророкĕсем патне, аннÿ пророкĕсем патне кай, тенĕ. Ăна Израиль патши каланă: çук, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа çакă виçĕ патшана Моав аллине тытса парас тесе пуçтарнă кунта, тенĕ.

(14) Елисей каланă: Саваоф Çÿлхуçа чĕрĕ! Эпĕ Унăн умĕнче тăратăп! Эхер те эпĕ Иудея патшине Иосафата сума суман пулсассăн, сан çине пăхман та пулăттăм, сана курман та пулăттăм;

(15) халĕ кĕслеçĕ чĕнсе килĕр, тенĕ. Кĕслеçĕ кĕслине калама тытăнсанах, Елисее Çÿлхуçа алли сĕртĕннĕ,

(16) вара Елисей каланă: Çÿлхуçа çапла калать: çак айлăмра ур чавса тухăр,

(17) мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа çапла калать: эсир çил вĕрнине те кураймăр, çумăр çунине те кураймăр, айлăма пурпĕрех шыв капланса килĕ, вара эсир хăвăр та ĕçетĕр, вак выльăхпа шултăра выльăх та ĕçĕ;

(18) Çÿлхуçа куçĕ умĕнче ку сахал: Вăл Моава та сирĕн аллăра парĕ,

(19) ун чухне эсир мĕнпур çирĕплетнĕ хуласене тата мĕнпур тĕп хуласене аркатăр, мĕнпур паха йывăçа касса пĕтерĕр, мĕнпур шыв çăлкуçне пĕвелесе тухăр, мĕнпур хир лаптăкĕсене чул пăрахса тухса юрăхсăра кăларăр, тенĕ.

(20) Ирхине, тырăпулă парни кÿме вăхăт çитсессĕн, Эдом енчен сасартăках шыв капланса килме пуçланă, çĕре шыв тулнă.

(21) Моав çыннисем, хăйсене хирĕç патшасем вăрçăпа килнине пĕлсессĕн, пĕтĕм халăха — пиçиххи çыхса çÿрекенсемпе вĕсенчен аслăраххисене — пĕтĕмпех пуçтарнă та чикĕ хĕррине тухса тăнă.

(22) Çав ирхине вĕсем ирех тăнă, хĕвел шыв тĕлĕнче çуталса кайсассăн, Моав çыннисене шыв аякран юн пек хĕпхĕрлĕ курăннă.

(23) Вара вĕсем каланă: ку вăл — юн; патшасем пĕрпĕринпе çапăçса кайнă та пĕрпĕрне пĕтернĕ; Моав, каяр тупăш илме! тенĕ.

(24) Вĕсем вара Израильсен тапăрĕ патнех çитнĕ. Израильсем кар тăнă та моавсене хĕсме тытăннă, лешĕсем вара тарма пикеннĕ, Израильсем хĕснĕçемĕн хĕссех пынă, моавсене çапса салатнă.

(25) Хулисене аркатнă, хирти лайăх лаптăксене, кашниех пĕрер катăк пăрахса, чул айне туса хăварнă; мĕнпур çăлкуçне пĕвелесе лартнă, мĕнпур лайăх йывăçа касса тăкнă, КирХарешет хули çеç тĕрĕстĕкел пулнă. Анчах йывăр чулпа перекенсем ăна та çавăрса илнĕ, тĕппипе аркатса тăкнă.

(26) Моав патши çапăçура хăйне çĕнтерсе пынине курнă та хĕç тытнă çичçĕр çынна илсе Эдом патши тĕлне çĕмĕрсе тухма тăнă; анчах вĕсем унта çитеймен.

(27) Вара вăл малтанхи ывăлне, хăй вырăнне патшана лартма тивĕçлĕскерне, тытнă та ăна хÿме çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿнĕ. Çакăн пек йĕрĕнчĕк ĕçе курсассăн, Израиль çыннисем кунтан чакса кайнă та каялла хăйсен çĕрне таврăннă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

4

(1) Пророк ывăлĕсен арăмĕсенчен пĕри, ĕсĕклесех, Елисее каланă: санăн чуру, манăн упăшкам, вилчĕ; чуру Çÿлхуçаран хăраса пурăннине пĕлетĕн эсĕ; ăна кивçен панă çын халĕ вара манăн ачамсене иккĕшне те хăй патне чуралăха илсе кайма килчĕ, тенĕ.

(2) Елисей каланă ăна: сана мĕн туса пулăшамши? калаха, санăн килÿнте мĕн пур? тенĕ. Лешĕ хуравланă: санăн чурун килĕнче йывăç çăвĕпе унăн савăчĕсĕр пуçне урăх нимĕн те çук, тенĕ.

(3) Елисей ăна каланă: эсĕ халь килне кай, пушă савăтсем пуçтар, вĕсене кÿршÿсенчен те ил; нумайрах пуçтар,

(4) вара хăв хыççăн, ывăлусем хыççăн алăка питĕр те çав мĕнпур савăта çу тултар; туптулли тултарса ларт, тенĕ.

(5) Тăлăх арăм ун патĕнчен кайнă, хăй хыççăн, ывăлĕсем хыççăн алăка питĕрсе хунă. Ывăлĕсем ăна савăт тыттарса тăнă, вăл савăтсене çу ярса тăнă.

(6) Савăтсене пĕтĕмпех тултарса тухсассăн, вăл ывăлне каланă: тата савăт парха, тенĕ. Ывăлĕ: савăт урăх çук, тенĕ. Вара çу юхса тăма чарăннă.

(7) Тăлăх арăм Турă çынни патне кайнă та çакăн çинчен каласа панă. Елисей ăна: халь кай та çу сут, парăмусене парса тат; мĕн юлнипе эсĕ ывăлусемпе тăранса пурăнăн, тенĕ.

(8) Пĕррехинче Елисей Сонам хулине пынă. Унта ăна пĕр пуян хĕрарăм хăй патне апат çиме чĕнсе кĕртнĕ; вăл вара çакăнтан иртсе çÿренĕ чухне яланах ун патне апат çиме кĕрекен пулнă.

(9) Лешĕ вара хăй упăшкине каланă: эпĕ пĕлетĕп: çак çын, тăтăшах пирĕн тĕлтен иртсе çÿрекенскер,— Турă çынни, сăваплă çын;

(10) ун валли çÿлте пысăк мар пÿлĕм хатĕрлер, вырăн сарса, сĕтелпукан, çутаткăç лартса парар; пирĕн пата килмессерен малашне унта кĕтĕр вăл, тенĕ.

(11) Тепрехинче вара, çавăнта пырсассăн, Елисей çав пÿлĕме кĕрсе канма выртнă.

(12) Вăл хăйĕн тарçине, Гиезие, каланă: чĕнха çак Сонам хĕрарăмне, тенĕ. Лешĕ чĕннĕ, хĕрарăм ун умне пырса тăнă.

(13) Елисей ĕнтĕ тарçине хушнă: калаха ăна: «эсĕ пирĕншĕн тем тĕрлĕ тăрăшатăн; мĕн туса памалла сана? сан пирки патшапа е çарпуçпе калаçса пăхмалла мари?» те, тенĕ. Хĕрарăм: кирлĕ мар, эпĕ халăхăм хушшинче пурăнатăп, тенĕ.

(14) Елисей татах: мĕскер туса памаллаши ăна? тенĕ. Гиезий: ку хĕрарăмăн ывăл çук, упăшки ватă, тенĕ.

(15) Вара Елисей: чĕнсе килха ăна, тенĕ. Гиезий чĕнсе килнĕ; хĕрарăм алăк патĕнчен иртмесĕрех чарăнса тăнă.

(16) Елисей хĕрарăма каланă: тепĕр çулталăкран, шăп çак вăхăтра, санăн алăри ывăл ача пулĕ, тенĕ. Хĕрарăм: çук, хуçамăм, Турă çынни, чуруна ан ултала, тенĕ.

(17) Чăнах, хĕрарăм йывăрланнă та тепĕр çулталăкран, шăпах Елисей каласа хунă вăхăтра, ывăл çуратнă.

(18) Ача ÿснĕ. Пĕррехинче вăл ашшĕ патне, тырă выракансем патне, кайнă.

(19) Вăл ашшĕне каланă: пуçăм! пуçăм ыратать! тенĕ. Ашшĕ тарçине каланă: ачана амăшĕ патне леçсе ярха, тенĕ.

(20) Тарçи ăна амăшĕ патне йăтса çитернĕ. Ача ĕнтĕ амăшĕ чĕрçи çинче кăнтăрлаччен ларнă та вилсе кайнă.

(21) Амăшĕ вара Турă çыннин пÿлĕмне кĕнĕ те, ывăлне ун вырăнĕ çине хурса, алăка хупса тухнă,

(22) унтан упăшкине чĕнсе илсе каланă: мана пĕр тарçă пар, пĕр ашак пар, эпĕ Турă çынни патне кайса килетĕп, тенĕ.

(23) Упăшки каланă: унта сан мĕн тума каймалла? паян çĕнĕ уйăх кунĕ те мар, шăматкун та мар, тенĕ. Арăмĕ: ан пăшăрхан, пурте йĕркеллĕ пулать, тенĕ.

(24) Вăл ама ашака йĕнерленĕ те тарçине каланă: çавăтса пыр; эпĕ каламасăр ан чарăн, тенĕ.

(25) Кайнăкайнă та Кармил тăвĕ умне, Турă çынни патне, çитнĕ. Турă çынни ăна аякранах асăрханă, вара хăйĕн тарçине, Гиезие, каланă: ку — Сонам арăмĕ.

(26) Ăна хирĕç чупса тухса ыйтха: «сывахи эсĕ? упăшку сывăи? ывăлу сывăи?» те, тенĕ. Сонам арăмĕ: пурте сывах, тенĕ.

(27) Турă çынни патне, ту çине, улăхсассăн, арăм ăна уринчен ярса тытнă. Гиезий ăна айккинелле сиресшĕн пулнă, анчах Турă çынни каланă: ан тив, чунĕ хурланнă унăн, Çÿлхуçа вара мана çакна систермерĕ, пытарчĕ манран, тенĕ.

(28) Сонам арăмĕ каланă: хуçамăмран эпĕ ывăл ыйтнăччĕ-им? эпĕ: «мана ан ултала» тесе каламанччĕ-им? тенĕ.

(29) Елисей ĕнтĕ Гиезие каланă: пилĕкне çых, аллуна манăн туяна тыт — кай; кама та пулин тĕл пулсассăн, ăна ан саламла, кам та пулин хăвна саламласассăн та — ăна сăмах ан чĕн; ман туяна эсĕ ача пичĕ çине хур, тенĕ.

(30) Ача амăшĕ çапла каланă: Çÿлхуçа чĕрĕ, санăн чуну та чĕрĕ! эпĕ санран хăпмастăп, тенĕ. Елисей тăнă та ун хыççăн утнă.

(31) Гиезий вĕсенчен маларах çитнĕ те туяна ача пичĕ çине хунă. Анчах ача сас та паман, хускалман та. Гиезий вара Елисей патне тухнă та пĕлтернĕ ăна: ача вăранмасть, тенĕ.

(32) Елисей пÿрте кĕнĕ, акă вилнĕ ача унăн вырăнĕ çинче выртать.

(33) Пÿрте кĕрсессĕн вăл хăй хыççăн алăка хупса хунă, вара Çÿлхуçана кĕлтунă.

(34) Унтан вырăн çине улăхса, пĕтĕм тăлпăвĕпе ача çумне чăмăртаннă, унăн тутипе хăйĕн тутине, унăн куçĕпе хăйĕн куçне тĕлметĕл тытнă, хăйĕн ал лаппине унăн ал лаппийĕ çине хунă; вара ачан ÿчĕ ăшăнса кайнă.

(35) Елисей ура çине тăнă, пÿлĕмре каллĕмаллĕ çÿренĕ; унтан каллех вырăн çине хăпарса, пĕтĕм тăлпăвĕпе ача çумне чăмăртаннă. Ача вара çичĕ хутчен сунасласа илнĕ те куçне уçнă.

(36) Елисей хăйĕн тарçине, Гиезие, чĕнсе илнĕ те: чĕнха çак Сонам арăмне, тенĕ. Лешĕ чĕннĕ. Сонам арăмĕ кĕрсессĕн, Елисей: ил хăвăн ывăлна, тенĕ.

(37) Ача амăшĕ, чупса пырса, ун ури умнех ÿкнĕ, çĕре çити пуççапнă; унтан ывăлне илсе тухнă.

(38) Елисей вара Галгала таврăннă. Çак çĕр çинче ун чухне выçлăх тăнă, пророксен ывăлĕсем Елисей умĕнче ларнă. Елисей хăйĕн тарçине каланă: пысăк хуран ларт та пророксен ывăлĕсем валли шÿрпе пĕçер, тенĕ.

(39) Вĕсенчен пĕри уя çимĕç таврашĕ шырама тухнă, хирте вăл явăнса ÿсекен ÿсентăрана асăрханă, ун çимĕçне ĕнтĕ тумтирĕ туллиех татса тултарнă; таврăннă та çав çимĕçе шÿрпене вакласа янă, ыттисем ку мĕнле çимĕç пулнине пĕлмен.

(40) Пурне те çиме антарса панă. Шÿрпе çиме тытăнсанах вĕсем шăвшав çĕкленĕ: Турă çынни, хуранта — вилĕм! тенĕ. Нихăшĕ те çиеймен вара.

(41) Елисей: çăнăх парăрха, тенĕ. Çăнăхне вăл хурана янă та [Гиезие]: çынсене шÿрпе антарса пар, çиччĕр, тенĕ. Хуранта вара сиенли нимĕн те юлман.

(42) Çак вăхăтра ВаалШалиша çĕрĕнчен пĕр çын килсе çитнĕ, Турă çынни валли вăл çĕнĕ тырăран пуçласа пĕçернĕ çирĕм çăкăр — урпа çăкăрĕсем — тата шĕкĕлчемен чĕрĕ тырă илсе килнĕ. Елисей вара: çынсене пар, çиччĕр, тенĕ.

(43) Тарçи ăна каланă: çĕр çынна мĕнле валеçсе памалла çакна? тенĕ. Елисей: çынсене пар, çиччĕр, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа çапла калать: «çисе те тăранĕç, ытлашши те юлĕ» тет, тенĕ.

(44) Тарçи валеçсе панă: Çÿлхуçа каланă пекех, çынсем çисе те тăраннă, ытлашши те юлнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

5

(1) Нееман, Сири патшийĕн çарпуçĕ, хăй хуçи умĕнче пысăк çын шутланнă, ун умĕнче хисепре тăнă, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа ун урлă Сири çыннисене çĕнтерÿ кÿнĕ; вăл питĕ пултаруллă çар çынни пулнă, анчах тилçе чирĕпе асапланнă.

(2) Сири çыннисем Израильсене тапăнсах тăнă. Пĕррехинче вĕсем Израиль çĕрĕнче пĕчĕк хĕрачана тыткăна илнĕ; çак хĕрача Нееман арăмĕ патĕнче тарçăра ĕçлесе пурăннă.

(3) Çавăскер Нееман арăмне каланă: ах, манăн хуçамăм Самарири пророк патĕнче пулас пулсассăн, вăл ăна тилçе чирĕнчен сыватнă пулĕччĕ! тенĕ.

(4) Нееман хăй патши патне кайнă та: Израиль хĕрачи çапла-çапла каларĕ, тенĕ.

(5) Ĕнтĕ Сири патши [Неемана] каланă: каях, кайса кил, эпĕ Израиль патши патне çыру çырса паратăп, тенĕ. Лешĕ кайнă, хăйпе пĕрле вунă талант кĕмĕл, ултă пин сикль ылтăн тата улăштарса тăхăнмалăх вунă тумтир илнĕ;

(6) Израиль патши патне çыру илсе çитернĕ, унта çапла çырнă пулнă: «çакă çырупа пĕрле эпĕ акă хамăн Нееман тарçăма яратăп, эсĕ ăна тилçерен сыватсам» тенĕ.

(7) Çырăва вуласа тухнă хыççăнах Израиль патши хăй тумтирне туртса çурнă та çапла каланă: çынна вĕлерме е сыватма эпĕ Турă-им? мĕнма ман патăма тилçеллĕ çынна сиплеме ярать вăл? халь акă пĕлсе-курса тăрăр: вăл манпа хирĕçме сăлтав шырать, тенĕ.

(8) Израиль патши хăй тумтирне туртса çурнине илтсессĕн, Турă çынни Елисей ун патне çын янă, ăна çапла калама хушнă: эсĕ тумтирне мĕн тума туртса çуртăн? вăл ман патăма килтĕр, вара Израильре пророк пуррине пĕлĕ, тенĕ.

(9) Нееман юланутсемпе, çар урапипе çитнĕ те Елисей çурчĕ умĕнче чарăнса тăнă.

(10) Елисей, ун патне хăйĕн тарçине кăларса, çапла калаттарнă: кай та Иорданра çичĕ хут çăвăн, вара ÿтÿ çĕнелĕ, эсĕ тасалăн.

(11) Нееман, тарăхса кайса, каялла çаврăннă: вăл ман патăма хăй тухать пулĕ, Çÿлхуçа Туррийĕн ятне асăнса, аллине ман суран çине хурса ăна сыватать пулĕ тесеттĕм;

(12) Дамаск юханшывĕсем — Авана тата Фарфар — Израиль шывĕсенчен аванрах мар-и вара? эпĕ çавăнта çăвăнса тасалма пултараймастăп-ш-им? тенĕ. Каялла çаврăннă та вăл, çилленсе, пăрахса кайнă.

naaman_elisha
Нееманпала Елисей. Ÿкерекенĕ Pieter de Grebber, 1630 ç.

(13) Чурисем ун патне пынă та ăна вăрахчен ÿкĕтленĕ: аттемĕр, пророк хăвна пысăкрах ĕç хушнă пулсассăн, эсĕ тумастăнччĕ-и çавна? халĕ вăл сана шыва кĕрсе тухма çеç каларĕ: «çăвăн та — тасалăн» терĕ, тенĕ.

(14) Нееман вара, Турă çынни каланă пек, Иорданра çичĕ хут чăмса илнĕ те — ÿчĕ çĕнелнĕ унăн, ача ÿчĕ пек тап-таса пулса тăнă.

(15) Вăл ĕнтĕ хăйĕн пĕтĕм çыннипе пĕрле Турă çынни патне таврăннă, ун умне тăрса çапла каланă: Израильри пек Турă çĕр çинче урăх çуккине пĕлтĕм эпĕ; хăв чурунтан парне йышăнсамччĕ, тенĕ.

(16) Елисей каланă: Турă пур, эпĕ Унăн умĕнче тăратăп! çук, илместĕп, тенĕ. Лешĕ ĕнтĕ ăна парнине илмех хистенĕ, анчах Елисей илме килĕшмен.

(17) Нееман каланă вара: апла пулсассăн хăвăн чуруна икĕ ашакла лашапа илсе каймалăх çĕр парса яччăрччĕ, мĕншĕн тесессĕн санăн чуру малашне Çÿлхуçасăр пуçне никама та пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿмĕ;

(18) Çÿлхуçа мана, санăн чуруна, акă мĕншĕн каçартăрччĕ: патша хуçамăм Риммон çуртне пуççапма кайсассăн, вăл мана аллăмран тытса тĕревленсессĕн, Риммон çуртĕнче эпĕ те пуççапăп; çавăншăн, Риммон çуртĕнче пуççапнăшăн, Çÿлхуçа санăн чуруна каçартăрччĕ, тенĕ.

(19) Елисей ăна каланă вара: ыррăнсыввăн кай, тенĕ. Лешĕ ĕнтĕ çула тухнă, вăл инçех те кайманха,

(20) Гиезий — Елисейĕн, Турă çыннин, тарçи — каланă: акă манăн хуçамăм çав Нееманран, Сири çыннинчен, парне илме килĕшмерĕ. Турă пур! Ун хыççăн чуптарам та мĕн те пулин ыйтса илем, тенĕ.

(21) Гиезий вара Нееман хыççăн чуптарнă. Нееман, хăй хыççăн хăвалакана асăрхаса, урапи çинчен аннă та ăна кĕтсе илсе: ырă кăмăлпахи? тенĕ.

(22) Лешĕ каланă: ырă кăмăлпах; хуçамăм мана акă мĕн ыйтма ячĕ: «ман патăма Ефрем тăвĕ çинчен пророксен ывăлĕсем иккĕн килчĕç; вĕсем валли пĕр талант кĕмĕл, улăштарса тăхăнмалăх икĕ тумтир парсамччĕ» терĕ, тенĕ.

(23) Нееман: илех икĕ талант, тенĕ. Ăна вăл хистесех сĕннĕ. Лешĕ илнĕ вара. Нееман икĕ талант кĕмĕле тата улăштарса тăхăнмалăх икĕ тумтире, икĕ миххе чиксе, икĕ тарçине тыттарнă. Тарçăсем Гиезий умĕнчен утса пынă.

(24) Сăрт патне çитсессĕн, Гиезий вĕсенчен михĕсене илнĕ те килне кĕрсе пытарса хунă. Çыннисене каялла янă, лешĕсем кайнă.

(25) Гиезий ĕнтĕ хуçи патне таврăннă, Елисей ăна: ăçтан килтĕн эсĕ, Гиезий? тенĕ. Лешĕ: санăн чуру ниçта та кайманçке, тенĕ.

(26) Елисей ăна каланă: леш çын хăй урапи çинчен сана хирĕç аннă чухне манăн чĕрем санпала марччĕи вара, халĕ кĕмĕл те тумтир илмелли, çу йывăçĕсем те иçĕм çырли пахчисем, вак выльăх та шултăра выльăх, арçын чурасем те хĕрарăм чурасем илмелли вăхăти вара?

(27) Ĕнтĕ Нееман тилçи сана тата санăн пĕтĕм ăрăвна ĕмĕрлĕхе çыпçăнтăр, тенĕ. Вара Гиезий, тилçе ернипе, ун патĕнчен юр пек шапшурă пулса тухнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

6

(1) Пророксен ывăлĕсем Елисее каланă: кунта, сан патăнта, пурăнма хĕсĕк пире;

(2) эпир Иордан енне каятпăр, унта кашниех пĕрер пĕрене илетпĕр те хамăр валли пурăнмалли вырăн тăватпăр, тенĕ. Вăл: юрать, кайăр, тенĕ.

(3) Пĕри ăна каланă: ырă пулсамччĕ, эсĕ те хăвăн чурусемпе пырсамччĕ, тенĕ. Вăл: пыратăп, тенĕ.

(4) Вара вĕсемпе пĕрле кайнă; вĕсем Иордан хĕррине çитнĕ те йывăç касма тытăннă.

(5) Çавăн чухне пĕрийĕн пуртти шыва ÿкнĕ. Вăл кăшкăрсах янă: ах хуçамăм! пуртти ку вăхăтлăха усă курма илнĕскерччĕ, тенĕ.

(6) Турă çынни: пуртту хăш тĕле ÿкрĕ? тенĕ. Лешĕ ăна ÿкнĕ вырăна кăтартнă. Елисей йывăç татăкне касса илнĕ те кăтартнă вырăна пăрахнă, вара пуртă çиеле ишсе тухнă.

(7) Елисей: ил, тенĕ. Лешĕ аллине тăснă та пуртта ярса илнĕ.

(8) Сири патши Израильсене хирĕç вăрçă пуçланă, хăйĕн тарçисемпе канашласа, вăл çапла каланă: эпĕ хамăн тапăра çавçав вырăна вырăнаçтарса тухатăп, тенĕ.

(9) Турă çынни вара Израиль патшине асăрхаттарса калама çын янă: çавçав вырăнпа иртсе çÿресрен сыхлан, унта Сири çыннисем пытанса ларнă, тенĕ.

(10) Израиль патши Турă çынни асăрхаттарнă вырăн çинчен хăй çыннисене те пĕлтернĕ; çапла майпа вăл хăйне пĕрикĕ хут кăна мар çăлса хăварнă.

(11) Çакăн хыççăн Сири патши хыпăнса ÿкнĕ, вăл чурисене пухнă та каланă: калăрха, пирĕннисенчен кам Израиль патшипе çыхăну тытать? тенĕ.

(12) Пĕр тарçи каланă ăна: патша хуçамăм, никам та çыхăну тытмасть; Израильре пурăнакан Елисей пророк эсĕ хăвăн çывăрмалли пÿлĕмÿнте калакан сăмахсене те Израиль патшине пĕтĕмпех пĕлтерсе тăрать, тенĕ.

(13) Ĕнтĕ Сири патши каланă: кайăр та вăл ăçтине пĕлĕр; эпĕ вара ăна çын ярса тыттаратăп, тенĕ. Ăна часах: «вăл — Дофаимра» тесе пĕлтернĕ.

(14) Сири патши унта лашасемпе вăрçă ураписем тата темĕн чухлĕ çар янă. Кусем çĕрле пырса çитнĕ те хулана çавăрса илнĕ.

(15) Турă çыннийĕн тарçи ирхине ирех тăрса тухнă; акă хула йĕритавра — темĕн чухлĕ çар, лашасем тата вăрçă ураписем. Тарçи хăй хуçине каланă вара: ах хуçамăм! мĕн тумаллаши пирĕн? тенĕ.

(16) Елисей каланă: ан хăра, пирĕн майлисем вĕсен майлисенчен йышлăрах, тенĕ.

(17) Унтан Елисей çапла каласа кĕлтунă: эй Çÿлхуçамăм! ун куçне уçсамччĕ — куртăрччĕ вăл, тенĕ. Çÿлхуçа ун тарçин куçне уçнă та — вăл акă мĕн курнă: Елисей йĕритавра пĕтĕм сăрттăва вутлă лашасем, вутлă урапасем сăрса илнĕ.

(18) Хăй патне Сири çыннисем çывăхарсассăн, Елисей Çÿлхуçана кĕлтуса çапла каланă: вĕсене суккăр тусамччĕ, тенĕ. Елисей ыйтнă пек, Турă вĕсене суккăр тунă.

(19) Вара Елисей вĕсене каланă: ку вăл — эсир каяс çул мар, хули те ку — эсир каяс хула мар; утăр ман хыççăн, эпĕ сире хăвăр шыракан çын патне илсе çитерĕп, тенĕ. Ĕнтĕ вĕсене Самарие илсе çитернĕ.

(20) Самарие пырса çитсессĕн, Елисей каланă: эй Çÿлхуçамăм! вĕсенĕн куçне уçсамччĕ, курччăр вĕсем, тенĕ. Çÿлхуçа вĕсенĕн куçне уçнă, вĕсем хăйсем Самари варринче тăнине курнă.

(21) Вĕсене курсассăн, Израиль патши Елисее каланă: аттеçĕм, çапса пăрахмалла марши вĕсене? тенĕ.

(22) Елисей каланă: ан вĕлер. Вĕлерме эсĕ вĕсене хăв хĕçÿпе, хăв уххупа тыткăна илтĕн-им? Эсĕ вĕсене çăкăрпа шыв пар; çиччĕр, ĕçчĕр, кайран хăйсен патши патне кайччăр, тенĕ.

(23) Израиль патши вĕсене тулăх апат хатĕрлесе панă, вĕсем çинĕ те, ĕçнĕ те. Вара вĕсене кайма ирĕк панă, вĕсем хăйсенĕн патши патне таврăннă. Çав Сири эшкерĕсем Израиль çĕрне текех тапăнман вара.

(24) Çакăн хыççăн Венадад, Сири патши, хăйĕн пĕтĕм çарне пуçтарса, каллех вăрçăпа тухнă, Самарие çавăрса илнĕ.

(25) Тăшман хупăрласа илнĕ вăхăтра Самарире хăрушла выçлăх тăнă, ашак пуçне сакăрвунă сикль кĕмĕлле сутнă, чĕрĕк каб чухлĕ кăвакарчăн каяшне пилĕк сикль кĕмĕлле панă.

(26) Израиль патши пĕррехинче хула хÿми çинче утса пынă пулнă. Пĕр хĕрарăм йĕрейĕре каланă ăна: патша хуçамăм, пулăшсамччĕ, тенĕ.

(27) Патша каланă: сана Çÿлхуçа пулăшмасть пулсассăн, эпĕ мĕнле пулăшамха сана? йĕтем çинчипеи, юхтаркăчран илнипеи? тенĕ.

(28) Патша ăна: сана мĕн кирлĕ? тенĕ. Лешĕ хуравланă: мана пĕр арăм çапла каларĕ: «хăв ывăлна пар, ăна эпир паян çисе яратпăр, ман ывăлăма вара ыран çиетпĕр» терĕ.

(29) Ывăлăма пĕçерсе çирĕмĕр. Эпĕ леш арăма тепĕр кунхине: «халь хăвăн ывăлна пар, паян ăна çисе ярăпăр» терĕм. Анчах вăл хăй ывăлне таçта пытарнă, тенĕ.

(30) Хĕрарăм каланине итлесе пĕтерсессĕн, патша çири тумтирне туртса çурнă; хăй çаплипех хÿме çинче утса çÿренĕ, халăх вара вăл хуйхă тумтирĕпе пулнине асăрханă.

(31) Вăл каланă: Елисейĕн, Сафат ывăлĕн, пуçĕ паянтан сывă юлсассăн, Турă мана ăна та, кăна та кăтарттăр, тата ытларах та кăтарттăр, тенĕ.

(32) Елисей çав вăхăтра килĕнче ларнă пулнă, унпа пĕрлех аслă çынсем те ларнă. [Патша] ун патне çын янă. Патша янă çын хăй патне килсе çитиччен Елисей аслă çынсене çапла каланă: çынвĕлеренĕн ывăлĕ ман пуçа касма çын янине куратăри эсир? Çав çын килсессĕн, астăвăр, алăка хупса лартăр! Алăка тытса тăрăр — ан кĕртĕр ăна. Авă ун хыçĕнченех хуçийĕн ури тапăлтатни илтĕнет, тенĕ.

(33) Вăл çапла калаçнă хушăрах акă патша янă çын ун патне пырса кĕнĕ те каланă: акă Çÿлхуçаран инкек килсе çитрĕ! малашне Çÿлхуçаран тата мĕн кĕтмеллеши манăн? тенĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

7

(1) Елисей хуравласа каланă: Çÿлхуçа сăмахне итлĕр: Çÿлхуçа çапла калать: ыран çак вăхăтра Самари хапхи умĕнче пĕр виçе чи паха çăнăхшăн — пĕр сикль, икĕ виçе урпашăн пĕр сикль тÿлĕç, тенĕ.

(2) Турă çыннине патшанăн шанчăклă çынни çапла хуравланă: Çÿлхуçа тÿпере чÿречесем уçса парас пулсассăн та, унашкал пулайĕши? тенĕ. Елисей каланă: хăв куçупа хăв курăн та, анчах çисе кураймăн, тенĕ.

(3) Хапха умĕнче тилçе ернĕ тăватă çын ларнă, вĕсем пĕрпĕрне çапла каланă: пирĕн кунта вилĕм кĕтсе лармаллаи?

(4) Хăюлăх çитерсе хулана каяс — хулара выçлăх, унта вилетпĕр эпир; кунтах ларас — кунта та вилетпĕр. Сири тапăрне каяр: пире чĕрех хăварсан — пурăнăпăр, вĕлерсен — вилĕпĕр, тенĕ.

(5) Тĕттĕмленсе çитсессĕн, çав çынсем Сири тапăрне кайма тухнă. Сири тапăрĕ патне çитнĕ те, акă унта пĕр çын та çук.

(6) Çÿлхуçа çапла тунă: Сири тапăрĕнчи çынсене вăрçă ураписем шалтăртатнă пек, лашасем кĕçеннĕ пек, шутсăр пысăк çар куçса килнĕ чухнехи пек шăвшав илтĕннĕ. Сири çыннисем пĕрпĕрне каланă: Израиль патши пире хирĕç тăма, пирĕнпе çапăçма хетсен патшине тата Египет патшине тара тытнă пулас, тенĕ.

(7) Вара тĕттĕмленсен, чĕррĕн çăлăнас тесе, хăйсен чатăрĕсене, лашисене, ашакĕсене, мĕнпур тапăра — мĕнле пулнă çаплипех пăрахса хăварса унтан тухса тарнă.

(8) Леш тилçе ернĕ çынсем çитнĕ те тапăрти пĕр чатăра кĕнĕ, ĕçнĕçинĕ, унти ылтăнкĕмĕле те, тумтир таврашне те илсе тухнă, вара кайса пытарса хунă. Кайран тепĕр чатăра кĕнĕ, унта та илмеллине илнĕ те пытарса хунă.

(9) Вара пĕрпĕрне каланă: эпир тĕрĕс мар тăватпăр. Паян — савăнăçлă хыпар кунĕ; васкамасассăн, тул çутăласса кунтах кĕтсе илсессĕн, пирĕн çине айăп ÿкет. Каяр, патша килне пĕлтерер, тенĕ.

(10) Çитнĕ те, хула хапхи хуралçисене чĕнсе илсе, вĕсене çапла каласа кăтартнă: эпир Сири тапăрне кайрăмăр, унта пĕр çын та, çын сассийĕ те çук; кăкарнă лашасемпе кăкарнă ашаксем çеç, чатăрĕсем те унчченхи пекех, тенĕ.

(11) Хапха хуралçисем ку хыпара патша керменнех çитернĕ.

(12) Патша çĕр варринче тăнă та тарçисене каланă: Сири çыннисем пирĕнпе мĕн тума шутланине пĕлтереми сире? Вĕсем эпир выçăпа аптăранине аван пĕлеççĕ, çавăнпа вĕсем хăйсен тапăрĕнчен тухнă та хирте пытанса ларнă, вĕсем çапла шутлаççĕ: «кусене эпир хуларан тухнăтухман чĕрĕллех ярса илетпĕр те хамăр вара хулана çĕмĕрсе кĕрсе каятпăр» теççĕ, тенĕ.

(13) Патша çумĕнче ĕçлесе тăракан çынсенчен пĕри çапла хуравланă: хулара чĕрĕ юлнă пи лĕк лашана илччĕр те [Израильсен пĕтĕм çарĕнчен, Израильсен пĕтнĕарканнă пĕтĕм çарĕнчен, мĕн чĕрĕ юлнийĕ çак хулара çеç пулнă] кайса пăхчăр, вара куç курĕ унта, тенĕ.

(14) Вара çар урапи кÿлнĕ икĕ пар лаша илнĕ. Патша хăй çыннисене Сири çарне йĕрлесе кайма хушса çапла каланă: кайăр та тĕрĕслĕр, тенĕ.

(15) Сири çарне йĕрлесе Иордана çитиех кайнă, лешĕсем васкаса тарнипе çул тăршшĕпех тĕрлĕ япала, тумтир таврашĕ ÿкереÿкере хăварнă. Тĕрĕслеме янисем таврăннă та хăйсем мĕн курнине патшана каласа панă.

(16) Халăх ĕнтĕ хуларан тухнă та Сири тапăрне çаратма тытăннă; Çÿлхуçа каланă пек, пĕр виçе чи паха çăнăхшăн — пĕр сикль, икĕ виçе урпашăн пĕр сикль тÿленĕ.

(17) Патша хăйĕн шанчăклă улпутне хула хапхине сыхлама тăратнă; хапха анинче вăл халăх ури айне пулнă, вăл ĕнтĕ вилнĕ; Турă çынни хăй патне патша пынă кун мĕн каланă, пурте çавăн пек пулса иртнĕ.

(18) Турă çынни ун чухне патшана çапла каланă пулнă: «ыран çак вăхăтра Самари хапхи умĕнче пĕр виçе чи паха çăнăхшăн — пĕр сикль, икĕ виçе урпашăн пĕр сикль тÿлĕç» тенĕ;

(19) çавăн чухне çав улпут Турă çыннине çапла хуравланă: «Çÿлхуçа тÿпере чÿречесем уçса парас пулсассăн та, унашкал пулайĕши?» тенĕ. Турă çынни ăна: «хăв куçупа хăв курăн та, анчах çисе кураймăн» тенĕ.

(20) Çапла пулса тухнă та: халăх ăна хапха умĕнче таптаса тăкнă, вăл ĕнтĕ вилнĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

8

(1) Елисей хăй чĕртсе тăратнă ача амăшне каланă: Çÿлхуçа çак çĕр çине выçлăх ярать, вăл çичĕ çула пырать; çавăнпа кай кунтан, кил-йышупах кай, ăçта пурăнма пултаратăн, çавăнта пурăн, тенĕ.

(2) Вырăнтан тапраннă çав хĕрарăм, Турă çынни каланă пек тунă; вăл хăй те, унăн кил-йышĕ те куçса кайнă, Филисти çĕрĕнче çичĕ çул пурăннă.

(3) Çичĕ çултан çав хĕрарăм Филисти çĕрĕнчен таврăннă, хăйĕн çурчĕпе çĕрĕ пирки ыйтма патша патне пынă.

(4) Çавăн чухне патша Гиезийпе, Турă çыннин тарçипе, калаçса тăнă пулнă, ăна каланă вăл: Елисей мĕнлемĕнле ырă ĕçсем туни çинчен каласа парха, тенĕ.

(5) Гиезий патшана Елисей вилнĕ ачана епле чĕртни çинчен каласа панă хушăра çав хĕрарăм, вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă ачан амăшĕ, хăйĕн çурчĕпе çĕрĕ пирки патшаран ыйтма пуçланă. Гиезий каланă вара: патша хуçамăм, Елисей вилĕмрен чĕртсе тăратнă ачан амăшĕ çакă хĕрарăм пулать те ĕнтĕ, тенĕ.

(6) Патша вара хĕрарăмĕнчен хăйĕнчен ыйтнă, лешĕ каласа панă. Патша ĕнтĕ хăйĕн пĕр çыннине çак хĕрарăм патне янă: çак хĕрарăмăн мĕн пулнă пĕтĕмпех, кунтан пăрахса кайнăранпа паянччен ун çĕрĕнчен илнĕ пур тупăша та, ăна каялла тавăрса парăр, тенĕ.

(7) Елисей Дамаска пырса çитнĕ. Ун чухне Венадад, Сири патши, чирлĕ пулнă. Патшана: кунта Турă çынни килчĕ, тесе хыпар çитернĕ.

(8) Патша Азаила каланă: аллуна парне ил те Турă çыннине хирĕç тух, ун урлă Турăран ыйтса çапла кала: патша «ку чиртен сывалайăпши эпĕ?» тесе калать те, тенĕ.

(9) Азаил хăйпе пĕрле парне илнĕ, Дамаскра мĕн лайăххи пур çавна — хĕрĕх тĕве çĕклеме пултарнă таран — илнĕ, вара Турă çыннине хирĕç кайнă, каланă ăна: Венадад ывăлу, Сири патши, санран ыйтма ячĕ: «ку чиртен сывалайăпши эпĕ?» тет, тенĕ.

(10) Елисей ăна каланă: кай та кала ăна: «сывалатăн» те, анчах Çÿлхуçа уçса пачĕ мана — вăл вилет.

(11) Вăл Азаил çине шăтарасла пăхнă, лешĕ аванмарланса кайичченех куçне ун çинчен илмен; Турă çынни вара йĕрсе янă.

(12) Азаил: хуçамăм мĕншĕн макăратьши? тенĕ. Лешĕ хуравланă: эсĕ Израиль ывăлĕсене мĕн чухлĕ инкек кÿрессе пĕлсе тăнăран макăратăп эпĕ: эсĕ вĕсен керемĕсене çунтарса ярăн, вĕсен яшкĕрĕмне хĕçпе вĕлерĕн, кăкăр ачисене çапса салатăн, йывăр арăмĕсене касса ваклăн, тенĕ.

(13) Азаил каланă: са нăн < ? > пысăк ĕç мĕнле тăваять вăл! тенĕ. Елисей каланă: Çÿлхуçа эсĕ Сири патши пулассине уçса пачĕ мана, тенĕ.

(14) Азаил вара Елисей патĕнчен кайнă та хăй патши патне çитнĕ. Патша ыйтнă унран: Елисей сана мĕн каларĕха? тенĕ. Лешĕ: эсĕ сываласси çинчен каларĕ, тенĕ.

(15) Тепĕр кунхине вăл вителĕк илнĕ те, ăна шывпа йĕпетсе, патша пичĕ çине хунă, патша вилнĕ вара. Ун вырăнне патшана Азаил ларнă.

(16) Иорам — Ахав ывăлĕ, Израиль патши — пиллĕкĕмĕш çул патшара ларнă чухне Иудея патши Иосафат хыççăн Иудея патшине Иорам, Иосафат ывăлĕ, ларнă.

(17) Патшана ларнă чухне вăл вăтăр иккĕре пулнă, Иерусалимра вăл сакăр çул хушши патшара ларнă;

(18) Ахав хĕрĕ унăн арăмĕ пулнă май вăл та, Ахав килĕ пек, Израиль патшисен çулĕпе çÿренĕ, Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр ĕçсем туса пурăннă.

(19) Çÿлхуçа ĕнтĕ Иудăна Хăйĕн Давид чурине пула çеç тĕп туман, мĕншĕн тесессĕн Вăл Давида унăн ачисем урлă ĕмĕрлĕх çутаткăç пама пулнă.

(20) Иорам вăхăтĕнче унччен Иудăна пăхăнса тăнă Эдом пуç çĕкленĕ: вĕсем хăйсен патшине суйласа лартнă.

(21) Вара Иорам мĕнпур çар урапипе Цаир хулине кайнă; вĕсене идумейсем хупăрласа илнĕ; Иорампа унăн çар урапийĕсен пуçлăхĕсем çĕрле тăнă та идумейсене тапăнса çăлăнса юлнă; Иорам халăхĕ вара чатăрĕсене тарса саланнă.

(22) Эдом паян кунчченех Иудăна пăхăнмасăр пурăнать. Çавăн чухнех Ливна та Иуда аллинчен хăтăлнă.

(23) Иорамăн ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине пурне те Иудея патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(24) Иорам ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна хăйĕн ашшĕсемпе пĕрле Давид хулинче пытарнă. Вара ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Охозия, ларнă.

(25) Иорам — Ахав ывăлĕ, Израиль патши — вуниккĕмĕш çул патшара ларнă чухне Иудея патшине Охозия, Иорам ывăлĕ, ларнă.

(26) Патшалăха ларнă чухне Охозия çирĕм иккĕре пулнă, Иерусалимра вăл çулталăк хушши патшара ларнă. Ун амăшĕн ячĕ — Гофолия , вăл Амврийăн, Израиль патшийĕн, хĕрĕ пулнă.

(27) Хăй Ахав килĕпе тăванлă пулнăран вăл Ахав килĕ çÿренĕ çулпах çÿренĕ, Ахав килĕ пекех, Çÿлхуçана юрăхсăр ĕçсем туса пурăннă.

(28) Вăл Ахав ывăлĕпе Иорампа пĕрле Сири патшине Азаила хирĕç Галаад çĕрĕнчи Рамоф хулине вăрçăпа кайнă та, Сири çыннисем çавăнта Иорама амантнă.

(29) Азаилпа, Сири патшипе, Рамофра çапăçнă чухне суранланнине сиплес тесе, Иорам патша Изрееле таврăннă. Охозия — Иорам ывăлĕ, Иудея патши — аманнă Иорама, Ахав ывăлне, курма Изрееле пынă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

9

(1) Елисей пророк пророксен ывăлĕсенчен пĕрне хăй патне чĕнсе илнĕ те каланă: пилĕкне çых, йывăç çăвĕ тултарнă çакă савăта ил те Галаадри Рамоф хулине кай;

(2) унта çитсессĕн Ииуя — Намесси ывăлĕн Иосафатăн ывăлне — шыраса туп, пыр ун патне, вара ăна пиччĕшĕшăллĕ хушшинчен илсе тух та шалти пулĕме çавăтса кĕр;

(3) савăтна тыт та йывăç çăвне ун пуçĕ çине юхтар, вара çапла кала: «Çÿлхуçа çапла калать: сана Израиль патши пулма çу сĕретĕп» те. Кайран алăка уç та тухса чуп, кĕтсе ан тăр, тенĕ.

(4) Вара çав ача, пророк тарçи, Галаадри Рамоф хулине тухса кайнă,

(5) çитмелли çĕре çитнĕ. Акă çарпуçсем пухăнса ларнă. Вара яш ача: çарпуç, манăн сана каламалли сăмах пур, тенĕ. Ииуй ыйтнă: кунта ларакансенчен хăшне калас сăмах пур? Лешĕ каланă: сана, çарпуç, тенĕ.

(6) Ииуй тăнă та пÿрте кĕнĕ. Пророк тарçи ун пуçĕ çине çу юхтарнă та ăна каланă: Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕ çапла калать: «сана Çÿлхуçа халăхĕн патши, Израиль патши, пулма çу сĕретĕп,

(7) эсĕ Ахавăн, хăвăн хуçун, килне пĕтерĕн, Эпĕ çапла Иезавель вĕлернĕ Хамăн чурасен, пророксен, юнĕшĕн тата Çÿлхуçа чурисенĕн юнĕшĕн тавăрăп,

(8) Ахавăн пĕтĕм килĕ тĕп пулĕ, Эпĕ Ахав килĕнчи пĕтĕм арçынна — чурисене те, ирĕклĕ çыннисене те — тĕп тăвăп,

(9) Нават ывăлĕн Иеровоамăн килне тата Ахия ывăлĕн Ваасанăн килне тĕп тунă пек, Ахав килне те тĕп тăвăп;

(10) Иезавеле вара Изреель хирĕнче йытăсем çисе ярĕç, ăна никам та пытармĕ» тет, тенĕ. Çапла каласа, яш ача алăка уçнă та тухса чупнă.

(11) Ииуй ĕнтĕ хуçи тарçисем патне тухнă; лешĕсем унран ыйтнă: ырăпахи? Ку тилĕрчĕк çын сан патна мĕн тума килнĕ? тенĕ. Ииуй вĕсене каланă: эсир вăл çынна та, вăл мĕн каланине те пĕлетĕр, тенĕ.

(12) Лешĕсем хирĕçленĕ: тĕрĕс мар, кала пире, тенĕ. Вара вăл каланă: вăл мана çаплаçапла терĕ, унтан акă мĕн каларĕ: «Çÿлхуçа çапла калать: Эпĕ сана Израиль патши пулма çу сĕрсе яратăп» тет, терĕ.

(13) Вара вĕсем хыпкаланса ÿкнĕ, кашниех, хăй тумне хывса, ăна ура пусмалли çĕре сарса панă, Ииуй патшана ларнă! тесе трупа кăшкăртнă.

(14) Ĕнтĕ Ииуй — Намесси ывăлĕн Иосафатăн ывăлĕ — Иорама хирĕç çĕкленнĕ; Иорам çав вăхăтра мĕнпур Израиль çыннисемпе пĕрле Галаад çĕрĕнчи Рамоф хулине Сири патшинчен Азаилран хÿтĕлеме кайнă пулнă.

(15) Анчах Иорам патшан хăйĕн каялла Изрееле таврăнма тивнĕ, мĕншĕн тесессĕн унăн Азаилпа, Сири патшипе, çапăçнă чухне суранланнине сиплемелле пулнă. Ииуй хăй çыннисене каланă вара: эсир манпа килĕшетĕр пулсассăн, Изрееле хыпар ан çиттĕр, çавăнпа хуларан никам та ан тухнă пултăр, тенĕ.

(16) Ииуй çар урапи çине ларнă та Изрееле тухса кайнă; [Израиль патши] Иорам шăпах çавăнта пулнă, [вăйлă та хăватлă Азаилпа, Сири патшипе, Рамофра çапăçнă чухне аманса пĕтнĕскер, вăл çавăнта хăйĕн суранĕсене сипленĕ,] Иудея патши Охозия вара унта Иорама курма пынă пулнă.

(17) Изреельте, пашне çинче, хуралçă тăнă, вăл Ииуй эшкерĕ килнине асăрханă та: эпĕ çар эшкерĕ куратăп, тенĕ. Вара Иорам çапла каланă: вĕсене хирĕç юланутçă яр, ыйттăр вăл: ырăпахи? тетĕр.

(18) Юланутçă хирĕç тухнă та каланă: патша çапла ыйтать: ырăпахи? тет, тенĕ. Ииуй каланă: сана ырри мĕн тума кирлĕ? Ман хыççăн пыр, тенĕ. Хуралçă ĕнтĕ Иорама пĕлтернĕ: юланутçă вĕсем патне çитрĕ, анчах каялла килместха, тенĕ.

(19) Вара тепĕр юланутçăна янă, вăл вĕсем патне çитнĕ те каланă: патша çапла ыйтать: ырăпахи? тет, тенĕ. Ииуй каланă: сана ырри мĕн тума кирлĕ? Ман хыççăн пыр, тенĕ.

(20) Хуралçă ĕнтĕ Иорама пĕлтернĕ: вĕсем патне çитрĕ, каялла килместха. Унта çар урапипе пĕр çын килетха, Намесси ывăлĕ Ииуй пек туйăнать, çавă çапла виркĕнсе çÿрекенччĕ, тенĕ.

(21) Иорам вара: лаша кÿл, тенĕ. Ăна çар урапи кÿлсе панă. Ĕнтĕ Израиль патши Иорам тата Иудея патши Охозия кашни хăйĕн урапипе хирĕç тухнă. Ииуя вĕсем Изреель çыннин Навуфейĕн хирĕнче тĕл пулнă.

(22) Ииуя курсассăн, Иорам каланă: ырăпахи эсĕ, Ииуй? тенĕ. Лешĕ хуравланă: Иезавель, хăвăн аннÿ, ассатĕссе те вĕрÿсуру чĕлхипе аппаланса пурăннă чухне мĕн ырри пултăрха, тенĕ.

(23) Иорам вара каялла çаврăннă та Охозияна: Охозия, пире сутрĕç! тесе кăшкăрса чупнă.

(24) Ииуй ĕнтĕ уххине карăнтарнă, ухă çĕмренĕ Иорама хул калакĕ хушшинчен лексе чĕри витĕрех тухнă, вара вăл урапи çинчех вилсе выртнă.

(25) Ииуй хăйĕн лавçине, Бидекара, каланă: виллине илсе тух та Изреель çыннин Навуфейăн хирне кайса пăрах; аса илха: эпир иксĕмĕр ун ашшĕ Ахав хыççăн пынă чухне Çÿлхуçа çапла пулса тухасса малтанах каласа хучĕ:

(26) «ĕнер Эпĕ Навуфей юнне тата ун ывăлĕсен юнне куртăм; Ахав, Эпĕ сана çак уйрах тавăратăп. Çÿлхуçа сăмахĕ ку» терĕ. Çÿлхуçа сăмахне итлесе, хире кайса пăрах ăна, тенĕ.

(27) Охозия, Иудея патши, мĕн пулса иртнине курсассăн, йывăç пахчинчи çурт еннелле чупнă. Ииуй ăна хыçран хăва ланă: ăна урапи çинчех вĕлерĕр! тенĕ. Ăна вара Ивлеам çывăхинчи Гур патне хăпарнă чухне урапи çинчех амантнă. Охозия ĕнтĕ Мегиддон хулине тарса ÿкнĕ, çавăнтах вилнĕ.

(28) Чурисем ăна Иерусалима турттарса кайнă, ăна Давид хулинче, хăйĕн тупăклăхне, ашшĕсемпе юнашар пытарнă.

(29) Охозия вăл Ахав ывăлĕ Иорам вунпĕрмĕш çул патшара ларнă чухне Иудея патши пулса тăнă.

(30) Ииуй вара Изреель хулине çитсе кĕнĕ. Иезавель, ку хыпара илтсессĕн, питне хĕретсе, çÿçнепуçне капăрлатса чÿречерен пăхса тăнă.

(31) Ииуй хапхаран кĕрсессĕн, Иезавель кăшкăрса каланă: Замврие, хăй патшине вĕлерекене, тăнăçлăх кирлĕи? тенĕ.

(32) Ииуй пуçне чÿрече еннелле çĕкленĕ те каланă: кам, кам ман майлă? тенĕ. Икĕвиçĕ хайран пуçне чÿречерен кăларса пăхнă.

(33) Ииуй вара вĕсене: кăларса ывăтăр ăна, тенĕ. Иезавеле кăларса ывăтнă. Унăн юнĕ пÿрт çине, лашасем çине сирпĕннĕ, ăна лашасем таптаса пĕтернĕ.

(34) Ииуй хулана таврăннă, ĕçнĕçинĕ, унтан каланă: шыраса тупăр çав ылханлă хĕрарăма, пытарăр ăна — патша хĕрĕ вăл, тенĕ.

(35) Иезавеле пытарма тесе пынă, анчах пуç купташкисĕр, алă шăммисемсĕр, ура шăммисемсĕр пуçне урăх нимĕн те тупайман.

(36) Каялла таврăннисем Ииуя каласа панă. Вăл вара каланă: Çÿлхуçа сăмахĕ çапла пулнă, Вăл ăна Хăйĕн чури, Фесва çынни Илия урлă, пĕлтернĕ: Иезавель ÿтне Изреель хирĕнче йытăсем çисе ярĕç,

(37) Иезавель вилли Изреель уйĕнче тислĕк пек выртса юлĕ; никам та: ку — Иезавель тесе каламĕ, тенĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

10

(1) Ахавăн Самарире çитмĕл ывăл пулнă. Ииуй вара Самарие Изреель пуçлăхĕсем патне, ятлăсумлă çынсем патне тата Ахав ачипăчине пăхса çитĕнтерекенсем патне çырусем янă, çырăвĕсенче çапла каланă:

(2) сирĕн пата çакă çыру çитсессĕн, хăвăр патăрта патша ывăлĕсем пуррине, сирĕн аллăрта çар ураписем те, лашасем те, çирĕплетнĕ хула та, кăрал та пуррине шута илсе,

(3) патшăр ывăлĕсенчен чи лайăххине, чи тивĕçлине суйласа илĕр те ăна ашшĕ вырăнне патшана лартăр, вара патшăр килĕшĕн кĕрешĕр, тенĕ.

(4) Лешĕсем шутсăр хăраса ÿкнĕ те каланă: ăна икĕ патша та хирĕç тăма пултарайман, пирĕн епле хирĕç тăмаллаши? тенĕ.

(5) Вара патша килĕн пуçлăхĕ, хула пуçлăхĕ, ятлăсумлă çынсем тата Ахав ачипăчине пăхса çитĕнтерекенсем Ииуй патне çапла калама çын янă: эпир — санăн чурусем, пире мĕн калатăн — çапла тăватпăр; эпир никама та патшана лартмастпăр, мĕн тăвас тетĕн, çапла ту, тенĕ.

(6) Вара вăл вĕсем патне иккĕмĕш хут çыру çырса янă, çапла çырнă: эсир чăнласах та манăн пулсассăн, ман сăмаха итлетĕр пулсассăн, патшăр ывăлĕсен пуçĕсене илĕр те ыран çак вăхăтра ман патăма, Изрееле, çитĕр, тенĕ. [Патша ывăлĕсем çитмĕл çын пулнă; вĕсене хулари чи ятлăсумлă çынсем пăхса çитĕнтернĕ.]

(7) Хăйсем патне çыру çитсессĕн, вĕсем патша ывăлĕсене ярса тытнă та çитмĕлĕшне те чиксе пăрахнă, вĕсен пуçĕсене пураксене хунă та Ииуй патне Изрееле ăсатнă.

(8) Ятарлă çын çитнĕ, хăй çитнине пĕлтерсе: патша ывăлĕсен пуçĕсене илсе килтĕмĕр, тенĕ. Ииуй каланă: вăл пуçсене хапхаран кĕмелли çĕре ыран ирччен икĕ купа туса хурăр, тенĕ.

(9) Ирхине ирех тухнă та вăл, халăх умне тăрса, çапла каланă: эсир айăплă мар. Акă эпĕ хамăн патшана хирĕç тăтăм та ăна вĕлертĕм, кусене вара, çак пĕтĕм çынна, кам вĕлернĕ?

(10) Халь пĕлĕр ĕнтĕ: Ахав йăхĕ пирки Çÿлхуçа каланă сăмахран пĕр сăмахĕ те çĕре ÿкмест; Çÿлхуçа Хăйĕн Илия чури урлă каланине турĕ, тенĕ.

(11) Ииуй Изреельте Ахав кил-йышĕнчен чĕрĕ юлнисене тата унăн мĕнпур чаплă çыннине, унăн çывăх çыннисене, унăн священникĕсене пĕтĕмпех вĕлерсе тухнă, Ахав çыннисенчен ĕнтĕ пĕри те сыхланса юлман.

(12) Ииуй тапранса тухнă та Самарие çитнĕ. Çул çинче, кĕтÿçсен ху ли БефЕкед çывăхĕнче,

(13) Охозиян, Иудея патшин, тăванĕсене тĕл пулнă та: камсем эсир? тенĕ. Лешĕсем: эпир — Охозия тăванĕсем, патша ывăлĕсен тата патша амăшĕн ывăлĕсен сывлăхĕ мĕнлине пĕлме каятпăр, тенĕ.

(14) Ииуй: кусене чĕрĕллех ярса илĕр, тенĕ. Вĕсене, хĕрĕх икĕ çынна, чĕрĕллех ярса тытнă та БефЕкедри çăл патĕнче чиксе пăрахнă; вĕсенчен пĕри те чĕрĕ юлайман.

(15) Вăл унтан кайнă, хăйне хирĕç килекен Ионадава, Рихав ывăлне, тĕл пулнă та ăна саламласа каланă: санăн чуну мана эпĕ санăн чунна кăмăлланă пекех кăмăллатьи? тенĕ. Ионадав: çапла, тенĕ. Ииуй каланă: апла пулсассăн аллуна пар, тенĕ. Лешĕ алă панă, Ииуй вара ăна хăй урапи çине туртса хăпартнă та

(16) каланă: пыр манпа пĕрле, эпĕ Çÿлхуçашăн мĕнлерех хыпса çуннине кур, тенĕ. Вара Ионадав урапа çине ларнă.

(17) Самарие çитсессĕн, Ииуй унта Ахав кил-йышĕнчен чĕрĕ тăрса юлнисене пĕтĕмпех вĕлернĕ, çапла вара, Çÿлхуçа Илия урлă каланă пек, Ахав килне тĕп тумаллипех тĕп тунă.

(18) Ииуй мĕнпур халăха пухнă та каланă: Ахав Ваала сахал пуççапнă, Ииуй вара Ваала ытларах пуççапĕ.

(19) Ваалăн мĕнпур пророкне, ăна пуççапакан мĕнпур çынна, ăна чÿк тăваканĕсене пĕтĕмпех ман патăма чĕнĕр; пĕри те килмесĕр тăрса ан юлтăр, мĕншĕн тесессĕн эпĕ Ваала питĕ пысăк парне кÿрĕп. Кам та пулин килмесессĕн, вăл чĕрĕ тăрса юлаймĕ, тенĕ. Ииуй çакна чее шухăшпа, Ваал апăсĕсене вĕлерес шутпа тунă.

(20) Ииуй каланă: Ваал ячĕпе уяв пухăвĕ ирттерĕр, тенĕ. Вара пуху ирттерме палăртса хунă.

(21) Ииуй пĕтĕм Израиле пĕлтерсе тухма йыхравçăсем янă, Ваал апăсĕсем пурте пуçтарăннă; килмесĕр юлни пĕр çын та пулман; пухăннисем Ваал çуртне кĕнĕ, Ваал çуртне лăках халăх тулса ларнă.

(22) Ииуй тумтир управçине каланă: Ваал апăсĕсем валли тумтир илсе кил, тенĕ. Лешĕ тумтир илсе пынă.

(23) Ииуй вара Ионадавпа, Рихав ывăлĕпе, Ваал çуртне кĕнĕ те Ваал апăсĕсене каланă: лайăх, тимлĕ пăхса çаврăнăр-ха, сирĕн хушшăрта Çÿлхуçана, Израиль Туррине, пуççапакансенчен кам та пулин çуки — кунта Ваала ĕненекенсем çеç пулма тивĕç, тенĕ.

(24) Вара чÿк тума, пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿме пикеннĕ. Ииуй ĕнтĕ çурт тавра çитмĕл çын тăратса тухнă та каланă: çак çынсенчен пĕри те ан хăтăлайтăр; эсир хăшĕ те пулин пĕрнепĕрне алăран вĕçертсессĕн, унăн чунĕ çав çăлăннă çыннăн чунĕ вырăнне пулĕ, тенĕ.

(25) Пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿрсессĕн, Ииуй хăвăрт çÿрекенсене тата пуçлăхсене каланă: кĕрĕр те вĕлерсе тухăр, пĕри те ан хăтăлайтăр, тенĕ. Хăвăрт çÿрекенсемпе пуçлăхсем вара вĕсене хĕçпе чикечике вĕлернĕ, виллисене пăрахса хăварса хулана Ваал çуртне кайнă.

(26) Вĕсем Ваал çуртĕнчен суя турăсен кĕлеткисене йăтса тухнă та çунтарса янă.

(27) Ваал кĕлеткине çапса салатнă, Ваал çуртне тĕппипе аркатнă, çав тĕлте тула тухмалли вырăн туса хунă, паян кунчченех çапла.

(28) Ииуй çапла Израиль çĕрĕнче Ваала пуççапнине пĕтĕмпех пĕтернĕ.

(29) Анчах Ииуй та Израиле çылăха кĕртнĕ Иеровоамăн, Нават ывăлĕн, çылăхĕсенчен хăпман — Вефильри тата Данри ылтăн пăрусенчен ютшăнман.

(30) Вара Çÿлхуçа Ииуя каланă: Ман умăмри тÿрĕ ĕçе хаваспах пурнăçланăшăн, Манăн чĕрем ыйтнине тивĕçтерсе Ахав йăхне пĕтернĕшĕн сан ывăлусенĕн тăватă сыпăкĕ Израиль патшинче ларĕ, тенĕ.

(31) Анчах Ииуй ĕнтĕ Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕн саккунĕсене чунтан пăхăнса пурăнма тăрăшман. Вăл Израиле çылăха кĕртнĕ Иеровоам çылăхĕсенчен пăрăнман.

(32) – (33) Çав вăхăтра Çÿлхуçа Израиль çыннисен çĕрне касса илме тытăннă. Азаил вĕсене пĕтĕм Израиль çĕрĕнче аркатнă, вăл ĕнтĕ Иорданран тухăçалла выртакан çĕре — пĕтĕм Галаад çĕрне, Гад, Рувим, Манассия йăхĕсен çĕрĕсене — туртса ил нĕ, Арнон шывĕ хĕрринчи Ароертан пуçласа Галаадпа Васан таранах туртса илнĕ.

(34) Ииуйăн ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине пурне те тата унăн паттăрла ĕçĕсене Израиль патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(35) Ииуй ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна Самарире пытарнă. Ун вырăнне патшана Иоахаз, унăн ывăлĕ, ларнă.

(36) Ииуй Израиль патшинче, Самарире, çирĕм сакăр çул ларнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

11

(1) Гофолия , Охозия амăшĕ, ывăлĕ вилнине курсассăн, патша йăхне пĕтĕмпех тĕп туса тухнă.

(2) Анчах та Иосавеф — Иорам патша хĕрĕ, Охозиян пĕртăванĕ — патша ывăлĕсене вĕлерме пуçласассăн вĕсен хушшинчен Иоаса, Охозия ывăлне, вăрттăн илсе тухнă та ачана пăхакан хĕрарăмпа иккĕшне хăйĕн çывăрмалли пулĕмне илсе кĕрсе пытарнă; Иоаса çапла Гофолияран сыхласа хăварнă, çавăнпа вăл чĕрĕ юлнă.

(3) Гофолия патшара ларнă вăхатра Иоаспа ăна пăхакан хĕрарăм ултă çул хушши Çÿлхуçа Çуртĕнче пытанса пурăннă.

(4) Çиччĕмĕш çулхине Иодай çĕрпÿсене, патша сыхлавçисене чĕнтерсе илнĕ те вĕсене хăй патне Çÿлхуçа Çуртне илсе кайнă, вĕсемпе килĕшÿ тунă, вĕсене Çÿлхуçа Çуртĕнче тупа тутарнă, вĕсене патша ывăлне кăтартнă.

(5) Вăл вĕсене çапла хушнă: сирĕн акă мĕн тумалла пулать: сирĕнтен, шăматкун килекеннисенчен, виççĕмĕш пайĕ патша çуртне хураллать;

(6) тепĕр виççĕмĕш пайĕ — Сур хапхи патĕнче, тата виççĕмĕш пайĕ хапха умĕнчи патша сыхлавçисен хыçĕнче пулать: патша çуртĕнче те хуралçăсем пулччăр, эсир хатĕр тăрăр;

(7) сирĕнтен, шăматкун каяканнисенчен, икĕ пайĕ Çÿлхуçа Çуртĕнче патшана хураллать;

(8) кашнийĕ алла кăрал тытса патша йĕритавра тăрса тухăр; кам та кам сирĕн йыша çулăхать — çавă вилме тивĕç. Патша тухнă чухне те, вăл кĕнĕ чухне те ялан ун çумĕнче пулăр.

(9) Çĕрпÿсем пĕтĕмпех Иодай священник хушнă пек тунă, вĕсем кашнийĕ хăйĕн çыннисемпе пĕрле — шăматкун килекенсемпе тата шăматкун каякансемпе — Иодай священник патне кайнă.

(10) Иодай священник ĕнтĕ çĕрпÿсене Давид сăннисемпе хулканĕсене, Çÿлхуçа Çуртĕнче упраннисене, валеçсе панă.

(11) Хăвăрт çÿрекенсем, кашнийĕ алла кăрал тытса, Турă Çурчĕн сылтăм енчен пуçласа Турă Çурчĕн сулахай енне çити, çавăн пекех парне кÿмелли вырăн умне те, Çурт умне те, патша тавра та тăрса тухнă.

(12) Иодай ĕнтĕ патша ывăлне илсе тухнă, ăна патша пуçкăшăльне тăхăнтартнă, патша туйине тыттарнă, вара ăна патшана лартса пуçне çу сĕрнĕ, пурте алă çупнă, сывă пултăр патша! тесе кăшкăрнă.

(13) Гофолия Турă Çурчĕ еннелле чупакан халăх сассине илтнĕ те Çÿлхуçа Çуртне, халăх патне, пынă,

(14) курнă вара: çÿллĕ вырăнта, яланхи йăлапа, патша тăрать, патша çывăхĕнче — çулпуçсем, трупасем; пĕтĕм çĕршыв халăхĕ савăнать, трупа кăшкăртаççĕ. Гофолия çири тумтирне туртса çурнă та: «Кавар! кавар!» — тесе кăшкăрса янă.

(15) Иодай священник вара çĕрпÿсене, çарпуçсене, çапла хушса каланă: «Ăна кунтан илсе тухăр, кам ун майлă пулать, ăна хĕçпе касса вĕлерĕр,» — тенĕ. Священник Гофолия на Çÿлхуçа Çуртĕнче вĕлерттересшĕн пулман.

(16) Гофолияна урама тухма çул уçса панă, вăл лаша хапхи витĕр тухса патша керменĕ патне çитнĕ, ăна ĕнтĕ çавăнта вĕлернĕ.

(17) Иодай вара Çÿлхуçапа патша хушшинче, халăх хушшинче халал хывнă — ку ĕнтĕ халăх Çÿлхуçа патне таврăннине пĕлтернĕ; патшапа халăх хушшинче те халал хывнă.

(18) Çакăн хыççăн пĕтĕм халăх Ваал çуртне кайнă, унăн чÿк вырăнĕсене аркатнă, унăн кĕлеткисене çĕмĕрсе тăкнă; Матфана та, Ваал апăсне, чÿк парнийĕн вырăнĕ умĕнчех вĕлернĕ. Çакăн хыççăн священник Çÿлхуçа Çуртне хураллама çынсем тăратнă.

(19) Вăл ĕнтĕ çĕрпÿсемпе, патша сыхлавçисемпе, хăвăрт çÿрекенсемпе, пĕтĕм халăхпа пĕрле патшана Çÿлхуçа Çуртĕнчен патша керменне ăсатнă, сыхлавçăсен хапхинчен тухса патша керменнех çитернĕ; Иоас вара патша пуканĕ çине ларнă.

(20) Пĕтĕм халăх хĕпĕртесе савăннă, хула та лăпланнă; Гофолия на патша керменĕнче хĕçпе чиксе вĕлернĕ.

(21) Патшана ларнă чухне Иоас çиччĕре пулнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

12

(1) Иоас вăл Ииуй çиччĕмĕш çул патшара ларнă чухне патша пулса тăнă, Иерусалимра вăл хĕрĕх çул хушши патша пулнă. Ун амăшĕн ячĕ — Цивья, вăл Вирсавия хулинчен пулнă.

(2) Иодай священник вĕрентсе тăнă чухне Иоас хăйĕн ĕçĕсене яланах Çÿлхуçана юрăхлă туса пурăннă;

(3) анчах та халăха чÿк вырăнĕсене пуççапма чарман; халăх çаплах тÿпем вырăнсенче чÿк тунă, ырă шăршă тĕтĕрнĕ.

(4) Иоас священниксене каланă: Çÿлхуçа Çуртне халалланă мĕнпур кĕмĕле, унта çÿрекенсем панă кĕмĕле, кашни чуншăн хак туса хывăнакан кĕмĕле тата харпăр хăй кăмăлĕпе паракан кĕмĕле Çÿлхуçа Çуртне илсе килĕр,

(5) священниксем хăйсен паллатăранĕнчен те кĕмĕл илччĕр, вара Çуртри юхăннă вырăнсене, ăçта ваннăçĕмĕрĕлнĕ — çавна пĕтĕмпех юсаччăр, тенĕ.

(6) Иоас ĕнтĕ çирĕм виççĕмĕш çул патшара ларнă, священниксем çаплах Турă Çуртне юсаса пĕтерейменха,

(7) вара Иоас патша Иодай священника тата ытти священниксене чĕнсе илнĕ те каланă: эсир Çуртри юхăннă вырăнсене мĕншĕн юсамастăр? Малашне эсир хăвăрăн паллатăран кÿрекен кĕмĕле хăвăр валли ан илĕр, ăна Çурта юсама парăр, тенĕ.

(8) Вара священниксем Çурт юсас ĕç валли халăхран кĕмĕл илмелле мар тесе сăмах татнă.

(9) Иодай священник пĕр сунтăх илнĕ, унăн çÿл енне шăтăк тунă, вара ăна парне кÿмелли вырăн çумне,

(8) сылтăм енне, Çÿлхуçа Çуртне кĕрсе тухмалли алăк енне, лартнă. Алăк умĕнче хуралта тăракан священниксем Çÿлхуçа Çуртне илсе пынă мĕнпур кĕмĕле унта ярса тăнă.

(10) Сунтăхра кĕмĕл чылаях пуçтарăнсассăн, ăна патша çыруçипе аслă священник уçса илнĕ, шутласа тухса, хутаçсене чиксе çыхса хунă, çапла Çÿлхуçа Çуртне панă пĕтĕм кĕмĕле шута илсе тăнă;

(11) шута илнĕ кĕмĕле Çÿлхуçа Çуртне юсама уйăрса лартнă çынсене, ĕç тăвакансене панă, лешĕсем вара Çÿлхуçа Çуртне юсакан ĕçлевçĕсене, пуртăсава ăстисене ĕçшĕн тÿлесе тăнă,

(12) çавăн пекех чул касакансемпе кирпĕч купалакансене те тÿленĕ, йывăç тата касса якатнă чул туянма, Çÿлхуçа Çуртĕнчи юхăннă вырăнсене сиплеме, Çурта тытса тăма та панă.

(13) Анчах Çÿлхуçа Çуртне илсе пынă кĕмĕлтен Çÿлхуçа Çурчĕ валли савăтсапа, çĕçĕ, сирпĕтмелли куркасем, трупасем, ытти ылтăнкĕмĕл савăтсапа туса хатĕрлемен,

(14) кĕмĕле ĕç тăвакансене парса тăнă, унпа Çÿлхуçа Çуртне юсанă, тирпейилем кÿртнĕ.

(15) Ĕçлеттерекеннисем кĕмĕле мĕн чухлĕ тăккаланине тĕрĕслемен, мĕншĕн тесессĕн вĕсем тÿрĕ кăмăлпа, тĕрĕс ĕçлесе тăнă.

(16) Айăпшăн кÿрекен кĕмĕлпе çылăхшăн кÿрекен кĕмĕле вара Çÿлхуçа Çуртне юсас ĕçе яман: вăл священниксен шутланнă.

(17) Çавăн чухне Сири патши Азаил çар пуçтарса тухнă, вăрçăпа ГЕфа кайнă, ăна çĕнтерсе илнĕ; Азаил ĕнтĕ Иерусалима кайма шут тытнă.

(18) Анчах та Иудея патши Иоас хăйĕн ашшĕсем, Иудея патшисем — Иосафат, Иорам тата Охозия — Турă Çуртне кÿнĕ парнесене, çавăн пекех хăй кÿнĕ парнесене те, Çÿлхуçа Çурчĕн тата патша керменĕн управăшĕнче тупăннă мĕнпур ылтăна илнĕ те çакна пĕтĕмпе Сири патши Азаил патне ăсатнă; вара Азаил Иерусалима тапăнман.

(19) Иоасăн ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине пурне те Иудея патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(20) Унăн тарçисем ăна хирĕç каварлашнă, вара вĕсем Иоаса Силла еннелле каякан çул çинче, Милло çуртĕнче, вĕлернĕ.

(21) Ăна хăйĕн тарçисем — Шимеата ывăлĕ Иозакар тата Шомера ывăлĕ Иегозавад — вĕлернĕ; вăл вилнĕ, ăна Давид хулинче ашшĕсемпе юнашар пытарнă. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Амасия, ларнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

13

(1) Иоас — Охозия ывăлĕ, Иудея патши — çирĕм виççĕмĕш çул патшара ларнă чухне Иоахаз, Ииуй ывăлĕ, Самарире Израиль патшине ларнă, вăл вунçичĕ çул патша пулнă,

(2) вăл Çÿлхуçана юрăхсăр ĕçсем тунă, Израиле çылăха кĕртнĕ Иеровоамăн, Нават ывăлĕн, çылăхĕсенчен хăпман, вĕсенчен пăрăнман.

(3) Çÿлхуçа ĕнтĕ Израиле çилленсе çитнĕ те Вăл вĕсене нумайлăха Сири патшийĕн Азаилăн аллине тата Азаил ывăлĕн ВенадАдăн аллине панă.

(4) Иоахаз вара Çÿлхуçана пуççапса кĕлтунă, Çÿлхуçа ăна илтнĕ, мĕншĕн тесессĕн Вăл Израиль халăхĕ мĕнле асапланнине, ăна Сири патши мĕнле хĕсĕрленине курнă.

(5) Çÿлхуçа Израиль çыннисене çăлакан тупса панă, вара вĕсем Сири çыннисен аллинчен хăтăлса тухнă, Израиль ывăлĕсем ĕнтĕ хăйсен чатăрĕсенче ĕнерхипе виçĕмкунхи пекех пурăнма пуçланă.

(6) Анчах та Израиле çылăха кĕртнĕ Иеровоам килĕн çылăхĕсенчен хăпайман; çылăхсемпех çырлахса пурăннă, Самарире вара чÿк юманлăхĕ те пулнă.

(7) Иоахазăн пĕтĕмпе те аллă юланут, вунă çар урапи тата вунă пин çуран çар çынни çеç тăрса юлнă, ыттине пĕтĕмпех Сири патши пĕтернĕ, вĕсене ĕнтĕ ура айĕнчи мăшкăл тусанĕ туса хăварнă.

(8) Иоахазăн ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине пурне те, унăн паттăрла ĕçĕсене, Израиль патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(9) Иоахаз ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна Самарире пытарнă. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Иоас, ларнă.

(10) Иоас — Иудея патши — вăтăр çиччĕмĕш çул патшара ларнă чухне Иоас, Иоахаз ывăлĕ, Самарире Израиль патшине ларнă, вăл вунултă çул патша пулнă,

(11) вăл Çÿлхуçана юрăхсăр ĕçсем тунă; Израиле çылăха кĕртнĕ Иеровоамăн, Нават ывăлĕн, çылăхĕсенчен хăпман, çавсемпех чăлханса пурăннă.

(12) Иоасăн ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине пурне те, унăн паттăрла ĕçĕсене, вăл Иудея патшипе Амасияпа епле çапăçнине Израиль патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(13) Иоас ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ун вырăнне Иеровоам патшана ларнă. Иоаса Самарире Израиль патшисемпе юнашар пытарнă.

(14) Елисей чирлесе ÿкнĕ те кайран çак чире пулах вилнĕ. Ун патне Израиль патши Иоас пынă, вăл: ах, аттеçĕм! аттеçĕм! Израилĕн çар урапийĕ, унăн утлă çарĕ! тесе йĕнĕ.

(15) Елисей ăна: ухăпа çĕмрен илха, тенĕ. Иоас ухăпа çĕмрен илнĕ.

(16) Вăл Израиль патшине каланă: аллуна ухă çине хур. Лешĕ аллине ухă çине хунă. Елисей вара хăйĕн аллине патша алли çине хунă,

(17) унтан çапла каланă: тухăç енчи кантăка уç, тенĕ. Лешĕ уçнă. Елисей: пер, тенĕ. Лешĕ уххипе пенĕ. Елисей каланă: ку вăл — Çÿлхуçа хăтаракан çĕмрен, Сири çĕрĕнчен хăтаракан çĕмрен, эсĕ Сири çарне Афек хули çывăхĕнче тĕппипе аркатса тăкăн, тенĕ.

(18) Унтан [Елисей] каланă: çĕмренсем ил, тенĕ. Лешĕ илнĕ. Вара Израиль патшине каланă: çĕре çап, тенĕ. Патша виçĕ хутчен çапнă та чарăннă.

(19) Турă çынни тарăхса кайса каланă: санăн пиллĕк е улттă çапмаллаччĕ, вара Сири çыннисене тĕппипе аркататтăн, халĕ ĕнтĕ вĕсене виçĕ хут çеç çĕнтеретĕн, тенĕ.

(20) Елисей ĕнтĕ вилнĕ, ăна пытар нă. Тепĕр çулхине ку çĕр çине моавсен эшкерĕ тапăнса килнĕ.

(21) Çавăн чухне пĕр çынна пытарнă пулнă; çар эшкерĕ тапăнса килнине курсассăн, пытаракансем вилене Елисей тупăклăхне пăрахнă, ÿкнĕ чухне виле Елисей шăммине пырса çапăннă та, вара вилнĕ çын чĕрĕлнĕ, ура çине тăнă.

(22) Азаил, Сири патши, Израиль халăхне мĕн Иоахаз виличченех хĕсĕрлесе пурăннă.

(23) Анчах та Çÿлхуçа вĕсене хĕрхеннĕ, вĕсене каçарнă, Хăй Авраампа, Исаакпа, Иаковпа хывнă халалĕшĕн вĕсем енне çаврăннă, вĕсене тĕппипех пĕтересшĕн пулман, вĕсене Хăйĕн умĕнчен сирмен.

(24) Ĕнтĕ Сири патши Азаил вилнĕ, ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Венадад, ларнă.

(25) Азаил вăрçă вăхăтĕнче Иоахазран, Иоас ашшĕнчен, темиçе хула туртса илнĕ пулнă; Иоас ĕнтĕ çав хуласене Венададран, Азаил ывăлĕнчен, пĕтĕмпех каялла туртса илнĕ. Ăна Иоас виçĕ хутчен çапса çĕмĕрнĕ, Израиль хулисене каялла тавăрнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

14

(1) Иоас — Иоахаз ывăлĕ, Израиль патши — иккĕмĕш çул патшара ларнă чухне Амасия, Иоас ывăлĕ, Иудея патшине ларнă:

(2) патшана ларнă чухне вăл çирĕм пиллĕкре пулнă, вăл çирĕм тăхăр çул Иерусалимра патшара ларнă. Ун амăшĕн ячĕ — Иегоаддань, вăл Иерусалимран пулнă.

(3) Вăл Çÿлхуçана юрăхлă ĕçсем тунă, анчах вĕсене хăйĕн Давид ашшĕ пекех тăвайман: пурне те Иоас пек, хăйĕн ашшĕ пек, туса пурăннă.

(4) Вăл тÿпем вырăнсенче чÿк тăвас йăлана пăрахăçламан: халăх çав-çавах чÿк парнисем кÿнĕ, ырă шăршă тĕтĕрнĕ.

(5) Хăй аллинче патшалăх çирĕпленсе çитсессĕн, вăл патшана, хăйĕн ашшĕне, вĕлернĕ тарçăсене вĕлерттернĕ.

(6) Анчах вăл çынвĕлеренсен ачисене тивмен, мĕншĕн тесессĕн Моисей саккунĕн кĕнекинче, Çÿлхуçа халалĕнче, çапла каланă: «ачисемшĕн ашшĕсене хаса пама юрамасть, ашшĕсемшĕн ачисене хаса пама юрамасть, кашнийĕ хăй тунă усал ĕçшĕн çеç вилĕме тивĕçлĕ» тенĕ.

(7) Амасия Тăвар айлăмĕнче идумейсен вунă пин çыннине аркатса тăкнă, вăрçă вăхăтĕнче Села хулине туртса илнĕ, ăна Иокфеил тесе ят панă, вăл паянхи кунчченех çапла сыхланса юлнă.

(8) Амасия çавăн чухне Израиль патши Иоас патне — Ииуй ывăлĕн Иоахазăн ывăлĕ патне — хăйĕн элчисене янă та: куçакуçăн курса калаçма тух, тесе калама хушнă.

(9) Вара Иоас, Израиль патши, Иудея патши Амасия патне çын ярса çапла калама хушнă: Ливанра ÿсекен кÿкен тĕмĕ Ливанрах ÿсекен кедр йывăçĕ патне: «хăв хĕрне ман ывăла качча пар» тесе калама янă. Анчах та Ливанри тискер чĕрчунсемех килсе тухнă та çав кÿкене таптаса пĕтернĕ.

(10) Эсĕ идумейсене çапса салатрăн та чĕрÿ мăнаçлансах кайрĕ. Мухтанма мухтан та — килÿнтех лар. Хăв валли хăв инкек ан шыра. Хăв та пĕтетĕн, санпа пĕрле Иуда та пĕтет, тенĕ.

(11) Анчах та Амасия итлемен. Ĕнтĕ Израиль патши Иоас тапранса тухнă, вара вĕсем — Иоас тата Иудея патши Амасия — Иудейăри Вефсамис хули çывăхĕнче куçакуçăн тĕл пулнă.

(12) Израиль çыннисем иудейсене çапса салатнă, лешĕсем хăйсен чатăрĕсене таратара кĕнĕ.

(13) Израиль патши Иоас вара Амасияна — Иудея патшине, Охозия ывăлĕн Иоасăн ывăлне — Вефсамисра ярса тытнă, унтан вăл Иерусалима тапăнса кĕнĕ, Иерусалим хÿмине Ефрем хапхинчен пуçласа кĕтесри хапха патне çити тăватçĕр чике тăршшĕ аркатса тухнă.

(14) Вара Çÿлхуçа Çуртĕнче тата патша керменĕн управăшĕнче тупăннă мĕнпур ылтăнкĕмĕле, мĕнпур савăтсапана илсе, салука илнĕ çынсене хăваласа Самарие таврăннă.

(15) Иоасăн ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине пурне те, тата унăн паттăрла ĕçĕсене, вăл Иудея патшипе Амасияпа епле çапăçнине Израиль патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(16) Иоас ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна Самарире Израиль патшисем çумне пытарнă. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Иеровоам, ларнă.

(17) Амасия — Иоас ывăлĕ, Иудея патши — Израиль патши Иоахаз ывăлĕ Иоас вилнĕ хыççăн тата вунпилĕк çул пурăннă.

(18) Амасиян ытти ĕçĕсене Иудея патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(19) Иерусалимра ăна хирĕç кавар тунă, вăл Лахис хулине тарса кайнă. Хыçранах Лахиса ятарлă çынсем янă та ăна унтах вĕлернĕ.

(20) Çавăнтан ăна лашасемпе турттарса килнĕ, ăна Иерусалимра, Давид хулинче, ашшĕсемпе юнашар пытарнă.

(21) Пĕтĕм Иудея халăхĕ вара вунултă çула çитнĕ Азарияна ашшĕ вырăнне, Амасия вырăнне, патшана лартнă.

(22) Вăл Елаф хулине юсаса çĕнетнĕ, Амасия хăйĕн канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ хыççăн вăл çав хулана Иудăна тавăрса панă.

(23) Амасия — Иоас ывăлĕ, Иудея патши — вунпиллĕкмĕш çул патшара ларнă чухне Самарире Израиль патшине Иеровоам, Иоас ывăлĕ, ларнă, вăл хĕрĕх пĕр çул хушши патша пулнă,

(24) вăл Çÿлхуçана юрăхсăр ĕçсем тунă: Израиле çылăха кĕртнĕ Иеровоамăн, Нават ывăлĕн, çылăхĕсенчен хăпман.

(25) Вăл Израиль çĕрне унчченхи чикки таран — Емафа кĕмелли вырăнтан пуçласа пушхирти тинĕсе çитичченех — каялла тавăрнă; çакă пĕтĕмпе Израилĕн Çÿлхуçа Турри Хăйĕн чурине Ионăна — Амафия ывăлне, Гафхефер пророкне — каланă пек пулса тухнă.

(26) Çÿлхуçа Израильре пурте — чурасем те, ирĕклĕ çынсем те — пысăк асап тÿснине курнă; Израиле пулăшакан никам та пулман.

(27) Çÿлхуçа Израиль ятне çутă тĕнчерен çухатасшăн пулман, вара Вăл вĕсене Иеровоамăн, Иоас ывăлĕн, алли урлă хăтарса хăварнă.

(28) Иеровоамăн ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине пурне те, тата унăн паттăрла ĕçĕсене, вăл епле çапăçнине, Иуда аллинче пулнă Дамаскпа Емафа Израиле тавăрса панине Израиль патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(29) Иеровоам ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе, Израиль патшисемпе, пĕрлешнĕ. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Захария, ларнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

15

(1) Иеровоам, Израиль патши, çирĕм çиччĕмĕш çул патшара ларнă чухне Азария, Амасия ывăлĕ, Иудея патшине ларнă;

(2) патшана ларнă чухне вăл вунулттăра пулнă, Иерусалимра аллă икĕ çул хушши патша пулнă. Ун амăшĕн ячĕ — ИехоЛия, вăл Иерусалимран пулнă.

(3) Вăл Çÿлхуçа умĕнчи тивĕçĕсене пурне те хăйĕн ашшĕ пек, Амасия пек, туса пынă.

(4) Анчах тÿпем вырăнсене пăрахăçламан: халăх çав-çавах чÿк парнисем парса тăнă, ырă шăршă тĕтĕрнĕ.

(5) Çавăнпа патшана Çÿлхуçа тилçе чирĕ ертнĕ, вара вăл мĕн виличченех çав чирпе асапланнă, пурăнма та уйрăм çуртра пурăннă. Иофам, патша ывăлĕ, кермен пуçлăхĕ пулнă, çĕршыври халăха вăл тытса тăнă.

(6) Азариян ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине пурне те Иудея патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(7) Азария ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна Давид хулинче хăйĕн ашшĕсемпе юнашар пытарнă. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Иофам, ларнă.

(8) Азариян, Иудея патшийĕн, вăтăр çиччĕмĕш çулĕнче Самарире Израиль патшине Захария, Иеровоам ывăлĕ, ларнă, вăл ултă уйăх хушши патша пулнă.

(9) Хăйĕн ашшĕсем пекех, Çÿлхуçана юрăхсăр ĕçсем тунă вăл: Израиле çылăха кĕртнĕ Иеровоамăн, Нават ывăлĕн, çылăхĕсенчен хăпман.

(10) Селлум, Иавис ывăлĕ, ăна хирĕç кавар тунă, ăна халăх умĕнчех вĕлернĕ те ун вырăнне хăй патшана ларнă.

(11) Захарийăн ытти ĕçĕсене Израиль патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(12) Çÿлхуçа сăмахĕ, Ииуяна каланă сăмах, çакăн пек пулнă: санăн ывăлусем тăватă сыпăка çити Израиль патшинче ларĕç. Çапла пулнă та.

(13) Селлум, Иавис ывалĕ, Иудея патши Азария вăтăр тăххăрмĕш çул патшара ларнă чухне патша пулса тăнă, Самарире вăл пĕр уйăх хушши патша пулнă.

(14) Менаим — Фирца хулинчи Гадий ывăлĕ — тапранса тухнă та Самарие çитнĕ, Самарире ĕнтĕ Селлума, Иавис ывăлне, вĕлерсе пăрахнă, ун вырăнне хăй патшана ларнă.

(15) Селлумăн ытти ĕçĕсене, вăл епле кавар тунине Израиль патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(16) Менаим ĕнтĕ Типсах хулине тапăннă, анчах унта пурăнакансем ăна хула хапхине уçса паман, çавăншăн вăл хулине те аркатса тăкнă, тата унта пурăнакансене те, çав таврара пурăнакансене те Фирца халăхĕнчен пуçласа пĕтĕмпе вĕлерсе тухнă.

(17) Азария — Иудея патши — вăтăр тăххăрмĕш çул патшара ларнă чухне Израиль патшине Менаим, Гадий ывăлĕ, ларнă, вăл Самарире вунă çул хушши патша пулнă;

(18) вăл Çÿлхуçана юрăхсăр ĕçсем туса пурăннă: Израиле çылăха кĕртнĕ Иеровоамăн, Нават ывăлĕн, çылăхĕсенчен ĕмĕрĕ тăршшĕпе те хăпайман.

(19) Çавăн чухне Фул, Ассири патши, [Израиль] çĕрĕ çине вăрçă вăрçма килнĕ. Фула хăй майлă çавăрас тесе, çапла хăй аллинчи патшалăха çирĕплетес тесе, Менаим ăна пин талант кĕмĕл панă.

(20) Ассири патшине памалли кĕмĕле Менаим Израиль çыннисенчен, мĕнпур пуянран пуçтарнă, кашнийĕн аллă сикль памалла пулнă. Вара Ассири патши каялла кайнă, Израиль çĕрĕ çинче тытăнса тăман.

(21) Менаимăн ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине пурне те Израиль патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(22) Менаим ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Факия, ларнă.

(23) Азария — Иудея патши — аллăмĕш çул патшара ларнă чухне Самарире Израиль патшине Факия, Менаим ывăлĕ, ларнă, вăл икĕ çул хушши патша пулнă;

(24) вăл Çÿлхуçана юрăхсăр ĕçсем туса пурăннă: Израиле çылăха кĕртнĕ Иеровоамăн, Нават ывăлĕн, çылăхĕсенчен хăпайман.

(25) Хăйĕн улпучĕсенчен пĕри, РемаЛия ывăлĕ Факей, ăна хирĕç кавар тунă, Галаад çыннисене хăйпе пĕрле аллă çын илсе, вăл ăна тата унпа пĕрле пулнă Аргова, Арие Самарире патша керменĕн пÿлĕмĕнче вĕлернĕ, вара ун вырăнне патшана ларнă.

(26) Факиян ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине пурне те Израиль патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(27) Азария — Иудея патши — аллă иккĕмĕш çул патшара ларнă чухне Самарире Израиль патшине Факей, РемаЛия ывăлĕ, ларнă, вăл çирĕм çул хушши патша пулнă;

(28) вăл Çÿлхуçана юрăхсăр ĕçсем туса пурăннă: Израиле çылăха кĕртнĕ Иеровоамăн, Нават ывăлĕн, çылăхĕсенчен хăпайман.

(29) Израиль патши Факей вăхăтĕнче Ассири патши Феглаффелласар вăрçăпа килнĕ, вăл Ион, АвелБефМааха, Ианох, Кедес, Асор хулисене, Галаадпа Галилея çĕрĕсене, çавăн пекех Неффалимăн мĕнпур çĕрне туртса илнĕ, унта пурăнакансене Ассирие куçарса кайнă.

(30) Осия, Ила ывăлĕ, РемаЛия ывăлне Факее хирĕç кавар тунă; ăна тапăннă та вĕлернĕ, вара Иоафам, Озия ывăлĕ, çирĕммĕш çул патшара ларнă чухне вăл Факей вырăнне патшана ларнă.

(31) Факейĕн ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине пурне те Израиль патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(32) Факей — РемаЛия ывăлĕ, Израиль патши — иккĕмĕш çул патшара ларнă чух не Иудея патшине Иоафам, Озия ывăлĕ, ларнă.

(33) Патшана ларнă чухне вăл çирĕм пиллĕкре пулнă, Иерусалимра вăл вунултă çул хушши патшара ларнă. Ун амăшĕн ячĕ — Иеруша, вăл Садок хĕрĕ пулнă.

(34) Вăл Çÿлхуçана юрăхлă пурăннă, пур ĕçне те хăй ашшĕ пек, Озия пек, туса пурăннă.

(35) Анчах та тÿпем вырăнсене пăрахăçламан: халăх çав-çавах унта чÿк парнисем кÿрсе тăнă, ырă шăршă тĕтĕрнĕ. Вăл Çÿлхуçа Çурчĕн тури хапхине тунă.

(36) Иоафамăн ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине пурне те Иудея патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(37) Çав вăхăтра Çÿлхуçа Сири патшине Рецина тата Факея, РемаЛия ывăлне, Иудея çине тапăнма ирĕк панă.

(38) Иоафам ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна Давид хулинче ашшĕсемпе юнашар пытарнă. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Ахаз, ларнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

16

(1) Факей, РемаЛия ывăлĕ, вунçиччĕмĕш çул патшара ларнă чухне Ахаз, Иоафам ывăлĕ, Иудея патшине ларнă.

(2) Патшана ларнă чухне Ахаз çирĕмре пулнă, Иерусалимра вăл вунултă çул хушши патшара ларнă, хăйĕн Çÿлхуçа Турри умĕнчи ĕçсене вăл хăйĕн ашшĕ пек, Давид пек, туса пыман,

(3) Израиль патшисенĕн çулĕпех çÿренĕ, Çÿлхуçа Израиль ывăлĕсем хушшинчен хăваласа янă халăхсен ирсĕр йăлийĕркине йышăнса, хăй ывăлне те вутçулăм витĕр кăларнă,

(4) тÿпем вырăнсемпе сăртсем çинче, кашни лаштра йывăç айĕнче чÿк тунă, ырă шăршă тĕтĕрнĕ.

(5) Çавăн чухне Сири патши Рецин тата РемаЛия ывăлĕ Факей, Израиль патши, ăна çĕнсе илес шутпа, Иерусалима хирĕç вăрçăпа тухнă, Ахаза хупăрласа илсе тытса тăнă, анчах парăнтарма пултарайман.

(6) Çав вăхăтра Рецин, Сири патши, Елафа каялла Сирие тавăрса панă, иудейсене Елафран хăваласа янă; Елафа вара идумейсем йышăннă, вĕсем ĕнтĕ паянхи кунчченех çавăнта пурăнаççĕ.

(7) Ахаз вара Ассири патши Феглаффелласар патне çак сăмаха калама элчĕсем янă: эпĕ санăн чуру, эпĕ санăн ывăлу; кил те мана хирĕç тăнă Сири патши аллинчен тата Израиль патши аллинчен хăтар мана, тенĕ.

(8) Ахаз Çÿлхуçа Çуртĕнче тата патша керменĕн управăшĕнче тупăннă ылтăнкĕмĕле пуçтарнă та ăна Ассири патшине парнелеме ăсатнă.

(9) Вара Ассири патши ÿкĕте кĕнĕ; вăл Дамаска вăрçăпа кайнă, ăна çĕнтерсе илнĕ, унти çынсене Кир хулине куçарса кайнă, Рецина вĕлернĕ.

(10) Ахаз патша Ассири патшипе Феглаффелласарпа тĕл пулма Дамаска кайнă, унта вăл Дамаскри чÿк тумалли парне вырăнне курнă; парне вырăнĕн тытăмне ÿкерсе унăн тĕплĕ ÿкерчĕкне Ахаз патша Урия священника ярса панă.

(11) Вара Урия священник, Ахаз патша Дамаскран ярса панă ÿкерчĕкпе усă курса, парне вырăнĕ тутарнă; парне вырăнне Урия священник Ахаз патша Дамаскран килсе çитичченех туса пĕтернĕ.

(12) Патша, Дамаскран таврăнсассăн, парне вырăнне асăрханă, патша парне вырăнĕ умне пырса тăнă, ĕнтĕ ун çинче парне кÿнĕ;

(13) пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнене тата тырăпулă парнине çунтарса кÿнĕ, эрех сапнă, канăçлăх парнийĕн юнĕпе парне вырăнне сирпĕтсе тухнă.

(14) Пăхăртан тунă парне вырăнне, Çÿлхуçа умĕнче ларнăскере, Çÿлхуçа Çурчĕн мал енчен — Ахаз тутарнă парне вырăнĕпе Çÿлхуçа Çурчĕ хушшинчен — куçарттарнă, вăл ăна çĕнĕ парне вырăнĕн айккине, çурçĕр енне, ларттарнă.

(15) Ахаз патша Урия священника çапла хушнă: пысăк парне вырăнĕ çинче ирхине пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнене, каçхине тырăпулă парнине çунтарса кÿрсе тăр; патшанăн пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнине тата унăн тырăпулă парнине те, ахаль çынсенĕн пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнине тата вĕсен тырăпулă парнине çунтарса кÿрсе тăр, вĕсенĕн эрехне сап, пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне юнĕпе тата кирек епле парне юнĕпе те парне вырăнне сирпĕтсе тăр, пăхăртан тунă парне вырăнĕ вара халлĕхе, эпĕ мĕн каличчен, çавăнтах лартăр, тенĕ.

(16) Урия священник пĕтĕмпех Ахаз патша хушнă пек тунă.

(17) Ахаз ĕнтĕ çăвăнмалли савăтсен сапакĕсем çумĕнчи аялти кăшăлĕсене татнă, савăчĕсене кăларса илнĕ, пăхăртан шăратнă вăкăрсен çийĕнчи тинĕсе антарса чул урайне илсе лартнă.

(18) Шăматкун валли Çÿлхуçа Çурчĕ çумĕнче ятарласах тăрă витнĕ вырăн пулнă, тата унта патшанăн Çÿлхуçа Çуртне çÿремелли çулĕ пулнă — патша çакна пĕтĕмпе çĕмĕрттернĕ, çакна вăл Ассири патшине юрас тесе тунă.

(19) Ахазăн ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине Иудея патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(20) Ахаз ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна Давид хулинче хăйĕн ашшĕсемпе юнашар пытарнă. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Езекия, ларнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

17

(1) Ахаз — Иудея патши — вуниккĕмĕш çул патшара ларнă чухне Израиль патшине Самарире Осия, Ила ывăлĕ, ларнă, вăл тăхăр çул хушши патша пулнă.

(2) Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр ĕçсем тунă вăл, анчах та вăл хăй умĕнхи Израиль патшисем пекех усал туман.

(3) Салманассар, Ассири патши, ăна хирĕç вăрçăпа тухнă, Осия вара ун аллине кĕрсе ÿкнĕ те хырçă тÿлеме пуçланă.

(4) Анчах Ассири патши хăйне хирĕç Осия кавар тунине пĕлнĕ: Осия ĕнтĕ Сигор патне, Египет патши патне, элчĕсем янă пулнă, Ассири патшине хырçине те кашни çулах тÿлемен; вара Ассири патши ăна тĕрмене хупса лартнă.

(5) Çакăн хыççăн Ассири патши Израиль çĕрĕ çине тапăнса кĕнĕ, Самари патне çитнĕ, ăна виçĕ çул хушши хупăрласа тăнă.

(6) Осия тăххăрмĕш çул патшара ларнă чухне Ассири патши Самарие çĕнсе илнĕ, вара Израиль çыннисене Ассирие куçарса кайнă, вĕсене Хавор юханшывĕ çывăхне — Халах çĕрне, Гозан çĕрне — тата Миди хулисене вырăнаçтарнă.

(7) Израиль ывăлĕсем хăйсенĕн Çÿлхуçа Турри умĕнче — хăйсене Египет çĕрĕнчен, Египет патшийĕн, фараонăн, аллинчен хăтарса илсе тухнă Çÿлхуçа умĕнче — çылăха кĕме пуçласа, урăх турăсене пуççапма тытăннă,

(8) вĕсем Çÿлхуçа Израиль ывăлĕсем хушшинчен хăваласа кăларса янă халăхсен тата Израиль патшисенĕн йăлийĕркипе пурăнма пуçланă,

(9) Израиль ывăлĕсем хăйсен Çÿлхуçа Турри умĕнче юрăхсăр ĕçсем тума тытăннă, хăйсен мĕнпур хулинче чÿк тумашкăн тÿпем вырăнсем туса лартнă, хурал пашнисенчен пуçласа тĕреклĕлетнĕ хуласем таран чÿк вырăнĕсем туса тултарнă,

(10) кашни çÿллĕ сăрт тăрринчех, кашни лаштра йывăç айĕнчех чул палăксемпе Астарта юпине лартнă,

(11) хăйсем патĕнчен Çÿлхуçа хăваласа янă халăхсем пек, тÿпем вырăнсенче чÿк тума, тĕтĕрме, Çÿлхуçана çиллентермелли киревсĕр ĕçсем тума пуçланă,

(12) Çÿлхуçа «апла ан тăвăр» тесе асăрхаттарнине пăхмасăрах, йĕрĕхсене пуççапнă,

(13) Çÿлхуçа Хăйĕн мĕнпур пророкĕ урлă, витĕркурансем урлă Израиле тата Иудăна çапла асăрхаттарса каланă: хăвăр суйласа илнĕ киревсĕр çултан пăрăнăр, Манăн ÿкĕтĕмсене уяса, Эпĕ каланисене пăхăнса пурăнăр, Эпĕ сирĕн аçăрсене тата сире хăвăра Хамăн пророк чурамсем урлă вĕрентсе кăтартнă çул çине каялла таврăнăр, тенĕ.

(14) Анчах та вĕсем итлемен, хăйсен Çÿлхуçа Туррине ĕненмен ашшĕсем пекех чурăс пулнă;

(15) вĕсем Вăл панă йĕркесене, Вăл вĕсен ашшĕсемпе хывнă халала, Вăл пĕлтернинеуçса панине, хăйсене асăрхаттарса каланине вырăна хуман; ăçтиçук хыççăн кайса ăçтиçука тухнă, Çÿлхуçа вĕсене «таврари халăхсем пек ан тăвăр» тенĕ пулсан та, вĕсем çавсем хыççăн кайнă,

(16) хăйсен Çÿл хуçа Туррийĕн мĕнпур ÿкĕтне манăçланă, хăйсем валли шăратса икĕ пăру кĕлетки тунă, вĕсен чÿк юманлăхĕ те пулнă, вĕсем тÿпери çара пуççапнă, Ваала ĕçлесе тăнă,

(17) хăйсен ывăлĕсемпе хĕрĕсене вутçулăм витĕр кăларнă, юмăç пăхнă, ăрăмсурăмпа аппаланнă, Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр ĕçсем туса Ăна çиллентернĕ.

(18) Çÿлхуçа ĕнтĕ Израиль халăхне питĕ хытă çилленнĕ, Ăна Хăйĕн сăнĕ умĕнчен сирнĕ. Иуда йăхĕсĕр пуçне урăх никам та юлман.

(19) Иуда та хăйĕн Çÿлхуçа Туррийĕн ÿкĕчĕсене уяман, Израильсен йăлийĕрки хыççăн кайнă, вĕсем пурăннă пек пурăннă.

(20) Вара Çÿлхуçа Израилĕн мĕнпур ăрăвĕнчен пăрăннă, вĕсене йăвашлантарнă, вĕсене вăрăхурахсен аллине панă, юлашкинчен вĕсене Хăй умĕнчен сирсех янă.

(21) Израильсем Давид килĕнчен хăпнă, вĕсем Иеровоама, Нават ывăлне, патшана лартнă; Иеровоам вара Израильсене Çÿлхуçаран уйăрса янă, вĕсене халиччен пулман пысăк çылăха кĕртсе ÿкернĕ.

(22) Израиль ывăлĕсем ĕнтĕ Иеровоам тунă çылăхсенех туса пурăннă, вĕсенчен хăпман,

(23) Çÿлхуçа, Хăйĕн чурисем, пророкĕсем, урлă каланă пек, Израиле Хăйĕн умĕнчен сирсе яричченех вĕсем çавăн пек пурăннă. Израиле вара хăй çĕрĕнчен Ассирие куçарса кайнă, вăл паян кун та унтах.

(24) Ассири патши Вавилонран тата Кута, Авва, Емаф, Сепарваим хулисенчен халăх куçарса килнĕ те çав çынсене Самари хулисене Израиль ывăлĕсем вырăнне вырăнаçтарса тухнă. Çапла вара вĕсем Самари çĕрне йышăннă та унăн хулисенче пурăнма тытăннă.

(25) Унта пурăнма пуçланă чухне вĕсем Çÿлхуçана уяман, çавăнпа Çÿлхуçа вĕсем çине арăслансем янă, арăсланĕсем вĕсене вĕлерсех тăнă.

(26) Ассири патшине хыпар çитернĕ: эсĕ куçарса килсе Самарири хуласене вырăнаçтарнă халăхсем çав çĕршыв Туррийĕн саккунне пĕлмеççĕ, çавăншăн Вăл вĕсем çине арăслансем ярать; арăсланĕсем вĕсене вĕлерсех тăраççĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсем çав çĕршыв Туррийĕн саккунне пĕлмеççĕ, тенĕ.

(27) Ассири патши вара хытарсах каланă: вĕсем патне лерен хăваласа килнĕ священниксенчен пĕрне ярăр; кайтăр та çавăнта пурăнтăр, леш çĕршыв Туррийĕн саккунне вĕренттĕр.

(28) Вара унта Самарирен куçарса килнĕ священниксенчен пĕри пырса çитнĕ. Вăл Вефильре пурăннă, вĕсене Çÿлхуçана епле уяса пурăнмаллине вĕрентнĕ.

(29) Çакăнпа пĕрлех кашни халăх тата хăйсен туррин кĕлеткине ăсталанă та, ăна Самари çыннисем тÿпем вырăнсем çине лартнă кĕлетке çурчĕсене лартса хунă, — кашни халăх харпăр хăй пурăнакан хулара çапла тунă.

(30) Вавилон çыннисем СуккотБеноф кĕлеткине тунă, Кута çыннисем — Нергал кĕлеткине, Емаф çыннисем Ашима кĕлеткине тунă;

(31) Авва çыннисем Нивхаз тата Тартак кĕлеткисене ăсталанă, Сепарваим çыннисем вара хăйсен ывăлĕсене Сепарваим туррисене — Адрамелех тата Анамелех ятлă турăсене — чÿк парни кÿрсе вутра çунтарса янă.

(32) Çав хушăрах Çÿлхуçана та хисепленĕ. Хăйсен хушшинченех тÿпем вырăнсенче парне кÿме священниксем суйласа лартнă, çав священниксем вара тÿпем вырăнсенчи çуртсенче ĕçлесе тăнă.

(33) Вĕсем Çÿлхуçана та хисепленĕ, хăйсен туррисене те пуççапнă, хăйсем унччен хăш халăх хушшинче пурăннă, кунта та çав халăх йăлине пăрахман.

(34) Паянхи кунчченех вĕсем хăйсен унчченхи йăлийĕркине тытаççĕ: Çÿлхуçаран хăрамаççĕ, Çÿлхуçа Иаковăн — Израиль тесе ят хунăскерĕн — ывăлĕсене панă йĕркесене, ÿкĕтсене, Унăн саккунне пăхăнмаççĕ.

(35) Çÿлхуçа Израиль халăхĕпе çапла каласа халал хывнă: ытти турăсене ан хисеплĕр, вĕсене ан пуççапăр, вĕсемшĕн ан тăрăшăр, вĕсене парне ан кÿрĕр,

(36) Çÿлхуçана — сире Хăйĕн аслă хăвачĕ пе, вăйлă аллипе Египетран илсе тухнă Çÿлхуçана çеç — хисеплĕр, пĕр Ăна кăна пуççапăр, пĕр Ăна кăна парне кÿрĕр,

(37) Вăл хăвăра çырса панă йĕркесене, кăтартнисене, саккуна, ÿкĕтсене кулленех пăхăнсатуса пурăнăр, урăх турăсене ан пуççапăр;

(38) Эпĕ хăвăрпа пĕрле хывнă халала ан манăр, урăх турăсене ан пуççапăр,

(39) Çÿлхуçа Туррăра çеç пуççапăр, Вăл вара сире мĕнпур тăшманăрсен аллинчен хăтарса тăрĕ, тенĕ.

(40) Анчах вĕсем итлемен, унчченхи йăлийĕркинех тытса пурăннă.

(41) Çав халăхсем Çÿлхуçана та хисепленĕ, анчах хăйсен йĕрĕхĕсене те пуççапнă. Вĕсен ачисем те, вĕсен ачисенĕн ачисем те паянхи кун та ашшĕсем пурăннă пекех пурăнаççĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

18

(1) Юсия — Ила ывăлĕ, Израиль патши — виççĕмĕш çул патшара ларнă чухне Иудея патшине Езекия, Ахаз ывăлĕ, ларнă.

(2) Патшана ларнă чухне вăл çирĕм пиллĕкре пулнă, Иерусалимра çирĕм тăхăр çул хушши патша пулнă; ун амăшĕн ячĕ — Ави, вăл Захария хĕрĕ пулнă.

(3) Вăл пĕтĕм ĕçне Давид пек, хăй ашшĕ пек, Çÿлхуçана юрăхлă туса пынă;

(4) тÿпем вырăнсене пăрахăçланă, кĕлеткесене çапса çĕмĕрнĕ, юманлăха касса тăкнă, Моисей тутарнă пăхăр çĕлене вакласа тăкнă, мĕншĕн тесессĕн Израиль ывăлĕсем çав çĕлен умĕнче çак таранчченех тĕтĕрнĕ, ăна Нехуштан тесе чĕннĕ.

(5) Езекия Израилĕн Çÿлхуçа Туррине çеç шаннă; Иудейăн мĕнпур патши хушшинче ун пекки ун хыççăн та, ун умĕн те пулман.

(6) Вăл Çÿлхуçа çумне çыпăçăннă, Унран хăпман, Унăн ÿкĕчĕсене — Çÿлхуçа Моисее панă ÿкĕтсене — çирĕп тытса пурăннă.

(7) Çÿлхуçа унпа пĕрле пулнă: кирек ăçта кайсассăн та вăл пур ĕçе те ăслă-тăнлă тунă. Вăл ĕнтĕ Ассири патшинчен уйрăлса кайнă та ăна пăхăнма пăрахнă.

(8) Вăл Филистимсене Газа таранах, çак хула таврашĕнчи çĕр таранах аркатса тухнă, хурал пашнинчен пуçласа çирĕплетнĕ хула таранах çĕмĕрсе тăкнă.

(9) Езекия тăваттăмĕш çул патшара ларнă чухне, Осия — Ила ывăлĕ, Израиль патши — çиччĕмĕш çул патшара ларнă чухне Ассири патши Салманассар Самарие тапăннă, ăна хупăрласа илнĕ,

(10) ăна вăл виçĕ çултан çĕнсе илнĕ: Езекия улттăмĕш çул патшара ларнă чухне, эппин, Израиль патши Осия тăххăрмĕш çул патшара ларнă чухне вăл Самарие парăнтарнă.

(11) Ассири патши Израильсене Ассирие хăваласа кайнă, вĕсене Хавор юханшывĕ çывăхне — Халах çĕрне, Гозан çĕрне — тата Миди хулисене кайса янă,

(12) ку йывăрлăх вĕсене хăйсен Çÿлхуçа Туррине итлеменшĕн, Унăн халалне пăснăшăн çитнĕ: вĕсем Çÿлхуçа чури Моисей панă ÿкĕтсене итлемен, уяман.

(13) Езекия вунтăваттăмĕш çул патшара ларнă чухне Сеннахирим, Ассири патши, Иудăн мĕнпур çирĕплетнĕ хулисене хирĕç тапранса тухнă та вĕсене ярса илнĕ.

(14) Вара Езекия, Иудея патши, Ассири патшине çапла калама Лахис хулине çын янă: айăплă эпĕ; кай ман патăмран; мĕн чухлĕ хырçă хуратăн — çавăн чухлĕ паратăп, тенĕ. Ассири патши Иудея патшине Езекияна виççĕр талант кĕмĕл тата вăтăр талант ылтăн тÿлесе тăмалла тунă.

(15) Езекия вара Çÿлхуçа Çуртĕнче тата патша керменĕн управăшĕнче тупăннă пĕтĕм кĕмĕле ăна панă.

(16) Çавăн чухне Езекия Çÿлхуçа Çурчĕн алăкĕсене, алăк юписене сăрнă ылтăна, — вĕсене Иудея патши Езекия сăртарнă пулнă, — Ассири патшине панă.

(17) Ассири патши Тартана, Рабсариса тата Рабсака пысăк çарпа пĕрле Лахис хулинчен Езекия патне Иерусалима янă. Лешĕсем, тапранса тухса, Иерусалима пырса çитнĕ; каллех тапранса тухса, пиравăр шуратмалли хире каякан çул çинче, Тури пĕвен шыв çулĕ патĕнче чарăнса тăнă.

(18) Вара патшана чĕннĕ. Вĕсем патне патша керменĕн пуçлăхĕ Хелкия ывăлĕ Елиаким, Севна çыруçă тата самана çыруçи Асаф ывăлĕ Иоах тухнă.

(19) Рабсак вĕсене çапла каланă: Езекияна пĕлтерĕр: аслă патша, Ассири патши, çапла калать, тейĕр: мĕн шанăçĕ пур санăн, эсĕ кама шанатăн?

(20) Пушă сăмах çеç калатăн эсĕ, вăрçă вăрçма вара ăспуç тата вăй кирлĕ. Манран уйăрăлса халĕ эсĕ кама шанса тăратăн?

(21) Эсĕ акă Египет çине, çавă хуçăк туя çине, тĕревленме шутлатăн; вăл туя хăй çине таянаканăн аллине тăрăнса шăтарсах тухĕ. Фараон, Египет патшийĕ, хăйне шанса тăракансемшĕн шăп çавăн пек пулать те.

(22) Эхер те эсир мана: «эпир хамăрăн Çÿлхуçа Туррăмăра шанатпăр» тетĕр пулсассăн, Езекия вара Ăна тÿпем вырăнсенче парне кÿнине чарса лартрĕ те Иудăна тата Иерусалима çапла каларĕ: «Иерусалимра, çакă парне вырăнĕ умĕнче кăна пуççапăр» терĕ. Çав Турра шанатăри эсир? тет, тейĕр.

(23) Эппин, эсĕ манăн хуçампа, Ассири патшипе, килĕштер; эпĕ сана икĕ пин урхамах паратăп, вĕсем валли çавăн чухлĕ юланутçă тупма пултараятăни?

(24) Эсĕ ман хуçамăн чурисенченçарпуçсенчен пĕрне те пулин, чи вăйсăррине те пулин, çĕнтерме пултараятăни? Египета шанатăни, вăл сана çар ураписемпе урхамахсем парĕ тетĕни?

(25) Тата çакă çĕре аркатмашкăн эпĕ кунта Çÿлхуçа ирĕкĕсĕр килнĕ-им? Çÿлхуçа мана: «çавă çĕр çине кай та аркатса тух ăна» терĕ, тенĕ.

(26) Вара Хелкия ывăлĕ Елиаким, Севна тата Иоах ĕнтĕ Рабсака çапла каланă: эсĕ чурусене арамейла кала — эпир ăнланатпăр; пирĕнпе еврейла ан калаç — пире хÿме çинчи çынсем илтме пултараççĕ, тенĕ.

(27) Рабсак вĕсене каланă: ку сăмахсене манăн хуçамăм санăн хуçуна та сана çеç калама хушнă тетĕн-им? Çук, эпĕ хÿме çинче ларакансене те калатăп, акă вĕсем сирĕнпе пĕрле хăйсен каяшне çиме пуçлĕç, хăйсен шăкне ĕçме пуçлĕç, тенĕ.

(28) Ĕнтĕ Рабсак тăнă та хыттăн кăшкăрса еврейла пĕлтернĕ: эй аслă патшанăн, Ассири патшийĕн, сăмахне итлĕр!

(29) Патша çапла калать: Езекия сире ан илĕрттĕр — вăл сире ман алăран çăлма пултараймасть;

(30) «пире Çÿлхуçа çăлса хăварать, ку хула Ассири патшийĕн аллине лекмест» тесе, Езекия сире Çÿлхуçа ячĕпе кăлăхах ан шантартăр.

(31) – (32) Езекияна ан итлĕр. Ассири патши çапла калать: манпа тату тăвăр, ман патăма тухăр, эпĕ сире çак çĕр евĕрлех тепĕр çĕре — тырăпа эрех çĕрне, улмаçырлапа иçĕм пахчийĕсен çĕрне, çу йывăççисемпе пыл çĕрне — илсе кайиччен кашниех хăйĕн иçĕмне, хăйĕн смоква йывăçĕн çимĕçне çитĕр, хăй çăлĕнчи шыва ĕçтĕр; çĕнĕ çĕре куçса кайсассăн та вилместĕр, пурăнатăр. Хăвăра: «пире Çÿлхуçа çăлса хăварать» тесе илĕртекен Езекияна ан итлĕр.

(33) Халăхсене хăйсен туррисем Ассири патши аллинчен çăлса хăварчĕçи? пĕр турри те пулин хăй çĕрне çăлайрĕи?

(34) Емаф тата Арпад туррисем ăçта халь? Сепарваим, Ена тата Ивва туррисем ăçта? Самарие манăн аллăмран хăтарайрĕçи вĕсем?

(35) Çав çĕрсен мĕнпур турринчен хăшĕ те пулин хăйĕн çĕрне манăн аллăмран çăлса хăварчĕи? Çÿлхуçа Иерусалима манăн аллăмран çăлса хăварайĕши вара? тет манăн патшамăм, тенĕ Рабсак.

(36) Халăх шарламан, ăна пĕр сăмах та чĕнмен, мĕншĕн тесессĕн Езекия патша хытарсах каласа хунă пулнă: «ăна нимĕн те ан калăр» тенĕ.

(37) Вара патша керменĕн пуçлăхĕ Хелкия ывăлĕ Елиаким, Севна çыруçă тата самана çыруçи Асаф ывăлĕ Иоах, çири тумтирне туртса çурнăскерсем, Езекия патне çитсе ăна Рабсак сăмахĕсене каласа панă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

19

(1) Çакна илтсессĕн Езекия патша çири тумтирне туртса çурнă та хуйхă тумтирĕ тăхăнса Çÿлхуçа Çуртне кайнă.

(2) Вăл кермен пуçлăхне Елиакима, Севна çыруçăна тата аслă священниксене, хуйхă тумтирĕ тăхăннăскерсене, Исаия пророк патне, Амос ывăлĕ патне, янă.

(3) Вĕсем ăна каланă: Езекия çапла калать: çакă кун — хурлăх кунĕ, хаса тÿсмелли, мăшкăл курмалли кун: ĕнтĕ ачисем амăшĕн варĕнчен тухасси патнех çитнĕ — анчах çуратма вăй çук.

(4) Ассири патши кунта чĕрĕ Турра хурлама, хăртма Рабсака янă, тен, санăн Çÿлхуçа Турру çак сăмахсене илтĕ? Чĕрĕ юлнисемшĕн, сыввисемшĕн кĕлтусамччĕ, тет, тенĕ.

(5) Çапла Езекия патша тарçисем Исаия патне пынă.

(6) Исаия вĕсене каланă: хăвăр хуçăра калăр: Çÿлхуçа çапла калать: Ассири патшийĕн тарçисем Мана хăртса каланă сăмахсенчен, хăв та илтнĕ сăмахсенчен, ан хăра.

(7) Акă Ман ирĕкĕмпе ун патне çил пĕр хыпар çитерĕ те вăл каялла хăй çĕрне таврăнĕ, вара Эпĕ ăна хăйĕн çĕрĕнчех хĕçпе тĕп тăвăп, тет, тенĕ.

(8) Рабсак каялла Ассири патши патне таврăннă, лешĕ ун чухне Лахис патĕнчен кайса Ливнăна хирĕç çапăçнă пулнă.

(9) Ассири патша ĕнтĕ Эфиопи патши Тиргак çинчен хыпар илтнĕ; ăна: Тиргак санпа çапăçма килет, тенĕ. Вара вăл каллех Езекия патне элчĕсем янă:

(10) Езекияна, Иудея патшине, çапла калăр: сана хăвăн Турру, «Иерусалим Ассири патшийĕн аллине лекес çук» тесе шантаракан Турру, ан улталатăрччĕ.

(11) Ассири патшисем хăйсем çавăрса илнĕ çĕрсене мĕнмĕн тунине, вĕсене тĕппипех пĕтерме тупаланине эсĕ илтнех ĕнтĕ — эсĕ тĕрĕстĕкел юлайăнши вара?

(12) Пирĕн аттесем аркатса тăкнă халăхсен туррисем çăлса хăварайнăи вĕсене? Гозана, Харана, РецЕфа, Фалассарти Еден ывăлĕсене çăлайнăи?

(13) Емаф патши, Арпад патши ăçта, Сепарваим хули патши, Ена, Ивва патшисем ăçта халь? тейĕр, тенĕ.

(14) Езекия элчĕсен аллинчи çырăва илсе вуланă та Çÿлхуçа Çуртне кайнă, Езекия çырăва Çÿлхуçа умне уçса хунă.

(15) Езекия ĕнтĕ Çÿлхуçа умĕнче кĕлтунă, çапла каланă: эй херувимсем çинче ларакан Çÿлхуçа, Израиль Туррийĕ! Эсĕ — çĕр çинчи мĕнпур патшалăхсен пĕртенпĕр Туррийĕ; Эсĕ тÿпепе çĕре пултарнă.

(16) Эй Çÿлхуçамăр, хăлхуна тайсамччĕ, [мана] илтсемччĕ; эй Çÿлхуçамăр, куçна уçсамччĕ, курсамччĕ, [Сана,] чĕрĕ Турра хăртма çын янă Сеннахирим сăмахне илтсемччĕ!

(17) Эй Çÿлхуçамăр, чăнах çапла — Ассири патшисем мĕнпур çĕршыва, вĕсен çĕрĕсене çаратса тухрĕç,

(18) вĕсенĕн туррисене вутçулăма ывăтрĕç; анчах та вĕсем турăсем мар, этем алли ăсталанă йĕрĕхсем — йывăç та чул; çавăнпа тĕп тунă та ĕнтĕ вĕсене.

(19) Эй Çÿлхуçа Туррăмăр, паян пире унăн аллинчен çăлсамччĕ, вара çĕр çинчи патшалăхсем пурте Эсĕ çеç, Çÿлхуçамăр, Эсĕ çеç пĕртенпĕр Турă иккенне ăнланса илĕç, тенĕ.

(20) Вара Исаия, Амос ывăлĕ, Езекия патне хыпар янă: Израилĕн Çÿлхуçа Турри çапла калать: эсĕ Ассири патшине Сеннахирима хирĕç каласа Мана кĕлтунине илтрĕм Эпĕ, тет.

(21) Çÿлхуçа Ассири патши пирки каланă сăмах çакă: Сион хĕрĕ, ар курман хĕр, йĕрĕнĕ те кулĕ санран; Иерусалим хĕрĕ тĕлĕнсе сан хыçран пуçне сулса юлĕ.

(22) Кама хурларăн, кама хăртрăн эсĕ? Кама кăшкăрсах ятларăн, кам умĕнче пуçна каçăртрăн? Израиль Святойĕ умĕнче!

(23) Элчÿсем урлă эсĕ Çÿлхуçана хурларăн, çапла каларăн: «вăрçă урапи манăн имсĕрсумсăр, эпĕ вĕсемпе ту тăрринех, Ливан аякĕ çинех хăпартăм, унти кервен кедрсене, хÿхĕм кипариссене касса тăкрăм, эпĕ унăн чи инçетри кĕтессине, ытарайми йывăç пахчине çитсе кĕтĕм;

(24) ĕнтĕ çăл чаврăм, ют шыва ĕçрĕм, хамăн ура лаппипе Египетăн мĕнпур юханшывне таптаса типĕтсе тухăп» терĕн.

(25) Эпĕ ĕлĕкех çапла тунине эсĕ илтменим вара? Эпĕ çакна сĕм авалхи кунсенчех палăртса хунă, халĕ — пурăнăçа килтертĕм: эсĕ Манăн ирĕкĕмпе тĕреклĕ хуласене аркататăн, вĕсенчен ишĕлчĕк купи тăватăн.

(26) Унта пурăна кансем халсăрланчĕç, чĕтĕреççĕ, намăс кураççĕ. Вĕсем халĕ хирти курăк пек, имшер калча пек, çурт тăррине шăтнă хунав пек, пучаха ларичченех вĕтеленнĕ тырпул пек.

(27) Ларатăни эсĕ, тухатăни, кĕретĕни — Эпĕ пĕтĕмпех пĕлетĕп; эсĕ Мана хирĕç чăрсăрланнине те пĕлетĕп.

(28) Çапла Мана хирĕç чăрсăрланнăшăн, эшкерÿсен Ман патăмах çитнĕ шавĕшĕн сăмсунтан Хамăн ункăма тирсе ярăп, çăварна Хамăн çăварлăха хыптарăп, вара сана хăв килнĕ çулпах каялла çавăрса яратăп.

(29) Акă сана, [Езекия,] паллă паратăп: кăçал эсир ÿксе шăтнă тырăран пулнине çийĕр, килес çул та — хăй тĕллĕн ÿссе пиçнине, виççĕмĕш çулхине вара акăр та вырса илĕр, иçĕм пахчийĕсем лартăр та унти çимĕçе çийĕр.

(30) Ĕнтĕ Иуда килĕнче сыхланса юлни, хăтăлса юлни каллех çĕрелле тымар ярĕ те çÿлте çимĕç кÿрĕ:

(31) Иерусалимри йăлкăм çĕнĕрен хунавланĕ, Сион тăвĕ çинче çăлăнса юлнисем пулĕç. Саваоф Турă пулăшнипехытă тăнипе пулĕ ку.

(32) Çÿлхуçа çавăнпа Ассири патши пирки çапла калать: «вăл ку хулана килсе кĕреймĕ, унта çĕмренĕпе переймĕ, хулкан тытса ун çывăхне пыраймĕ, ун тавра тăпра хÿме купалаймĕ.

(33) Хăй мĕнле çулпа килнĕ, çав çулпах каялла таврăнĕ, ку хулана кĕреймĕ.

(34) Эпĕ ку хулана Хамăншăн тата Давид чурамшăн çăлса хăварас тесе хÿтĕлетĕп» тет Çÿлхуçа.

(35) Çĕрле вара акă мĕн пулса иртнĕ: Турă Ангелĕ çитнĕ те Ассири çарĕн тапăрĕнче çĕр сакăрвунă пилĕк пин çынна тĕп тунă. Ирхине тăраççĕ те — акă пурте вилĕ выртаççĕ.

(36) Ассири патши Сеннахирим ĕнтĕ хăй вырăнĕнчен хускалса кайнă, каялла таврăннă, кайран вара Ниневире пурăннă.

(37) Вăл хăйĕн Нисрох турри çуртĕнче кĕлтунă вăхăтра ăна ывăлĕсем, Адрамелех тата Шарецер, хĕçпе касса вĕлернĕ, хăйсем вара Арарат çĕрне тухса тарнă. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Асардан, ларнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

20

(1) Çавă кунсенче Езекия вилмеллех чирлесе ÿкнĕ. Ĕнтĕ ун патне Исаия пророк, Амос ывăлĕ, пынă та каланă ăна: Çÿлхуçа çапла калать: хăвăн килÿ валли халал хăвар: эсĕ вилетĕн, чĕрĕлейместĕн, тенĕ.

(2) Вара Езекия стена енне çаврăнса выртнă та Çÿлхуçана кĕлтуса каланă:

(3) эй Турăçăм! эпĕ Хăвăн умăнта тĕрĕс çÿренине, Хăвна чунчĕререн парăнса пурăннине, Сана юрăхлине çеç туса пурăннине асна илсемччĕ, тенĕ. Езекия ĕсĕклесех йĕрсе янă.

(4) Исаия хуларан та тухма ĕлкĕрейменха, ăна Çÿлхуçаран сăмах пулнă:

(5) Езекия патне, Ман халăхăмăн патши патне, каялла таврăн та кала: Çÿлхуçа, Давид аçун Турри, çапла калать, те: Эпĕ санăн кĕллÿне илтрĕм, санăн куççульне куртăм. Халĕ Эпĕ сана сывататăп; виçмине эсĕ Турă Çуртне каятăн;

(6) санăн пурăнас кунусем çумне тата вунпилĕк çул хушса паратăп, сана тата çакă хулана Ассири патшийĕн аллинчен хăтаратăп, çакă хулана Хамăншăн тата Давид чурамшăн сыхласа хăваратăп, тет, тенĕ.

(7) Унтан Исаия: пĕр касăм смоква илĕр, тенĕ. Касăм смоква илнĕ те ăна шыçă çине хунă, вара Езекия сывалнă.

(8) Езекия ĕнтĕ Исаийăна каланă: мана Çÿлхуçа чăнласах сыватассине, эпĕ виçмине Çÿлхуçа Çуртне каяссине пĕлтерекен паллă пулĕши? тенĕ.

(9) Вара Исаия каланă: Çÿлхуçа Хăй каланă сăмаха пурăнăçлассине пĕлтерекен паллă çакă: мĕлкене вунă картлашка чухлĕ малалла шутармаллаи е вунă картлашка чухлĕ каялла чакарса тăратмаллаи? тенĕ.

(10) Езекия каланă: мĕлкене вунă картлашка чухлĕ маларах кайма çăмăл; çук, мĕлке вунă картлашка чухлĕ каялла чактăр, тенĕ.

(11) Исаия пророк вара Çÿлхуçана кĕлтунă та, Ахаз картлашкийĕсем çине ÿкнĕ мĕлке вунă картлашка каялла чакнă.

(12) Çавă вăхăтра Беродах Баладан — Баладан ывăлĕ, Вавилон патши — Езекия валли çырусемпе парне ăсатнă: вăл Езе кия чирлĕ тенине илтнĕ пулнă.

(13) Езекия хăй патне янă çынсене итлесе пĕтернĕ хыççăн вĕсене кермен управăшĕсене кăтартнă, ылтăнкĕмĕлне, ырă шăршăлăхне тата хаклă сĕрĕшĕсене, çар кăралĕн çуртне, пĕтĕм хаклă япалине, хăй çуртĕнче мĕн пуррине йăлтах кăтартса тухнă — Езекия вĕсене хăй аллинчи пурлăхран пĕр япалине те кăтартмасăр хăварман.

(14) Исаия пророк вара Езекия патша патне пынă та çапла ыйтнă: ку çынсем мĕн каларĕç, вĕсем сан патна ăçтан килсе çитрĕç? тенĕ. Езекия: аякри çĕртен, Вавилонтан, килнĕ вĕсем, тенĕ.

(15) Исаия: вĕсем санăн çуртунта мĕнмĕн курчĕç? тенĕ. Езекия каланă: ман çуртăмра мĕн пуррине пĕтĕмпех курчĕç, хамăн пĕр хаклă япалана та вĕсене кăтартмасăр хăвармарăм, тенĕ.

(16) Исаия вара Езекияна каланă: халĕ Çÿлхуçа сăмахне итле:

(17) акă вăхăт çитĕ те çуртунта мĕн пуррине, аçусем паянхи кунччен мĕн пухнинепуçтарнине йăлтах Вавилона илсе кайĕç; нимĕн те юлмĕ.

(18) Ывăлусене те — хăвăнтан çуралнă, хăв çураттарнă ывăлусене те — илсе кайĕç, вĕсем ĕнтĕ Вавилон патши керменĕнчи хайрансем пулĕç, тет Çÿлхуçа, тенĕ.

(19) Езекия вара Исаийăна каланă: эсĕ пĕлтернĕ Çÿлхуçа сăмахĕ ырă, тенĕ. Унтан çапла хушса хунă: эпĕ пурăннă чухне тăнăçлăх та ырă пурăнăç пултăрччĕ, тенĕ.

(20) Езекиян ытти ĕçĕсене, унăн пĕтĕм паттăрла ĕçĕсене, вăл пĕве пĕвеленине, шыв пăрăхĕ хуртарса хулана шыв кĕртнине Иудея патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(21) Езекия ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Манассия, ларнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

21

(1) Патшана ларнă чухне Манассия вуниккĕре пулнă, Иерусалимра вăл аллă çул патшара ларнă; ун амăшĕн ячĕ — Хефциба.

(2) Вăл, Çÿлхуçа Израиль ывăлĕсем хушшинчен хăваласа янă халăхсен ирсĕр йăлийĕрки хыççăн кайса, Çÿлхуçана юрăхсăр ĕçсем туса пурăннă.

(3) Хăйĕн ашшĕ Езекия çĕмĕрсе тăкнă тÿпем вырăнсене çĕнĕрен тутарнă, Ваала чÿк парни кÿмелли вырăнсем туса лартнă, Израиль патши Ахав пек, Астарта юпине лартнă; тÿпери мĕнпур çара пуççапса, кĕлтуса пурăннă.

(4) Çÿлхуçа Çуртĕнче, Çÿлхуçа «Эпĕ Хамăн ятăма Иерусалимра вырăнаçтарăп» тесе каланă Çуртра, чÿк парнин вырăнĕсене туса лартнă.

(5) Çÿлхуçа Çурчĕн икĕ картишĕнче те тÿпери мĕнпур çара парне кÿмелли вырăнсем туса лартнă,

(6) вăл хăйĕн ывăлне вутçулăм витĕр кăларнă, юмăç та пăхнă, ăрăмланă та, вилнĕ çынсене чĕнсе кăларакансене тата тĕрлĕ асамçăсене хăй тавра пуçтарнă; Çÿлхуçа умĕнче Ăна çиллентермелли юрăхсăр ĕç нумай тунă.

(7) Çÿлхуçа Çуртне Астарта кĕлеткине лартнă; ку Çурт пирки Çÿлхуçа Давида тата унăн ывăлне Соломона çапла каланă пулнă: «çакă Çуртра тата Израилĕн мĕнпур йăхĕ хушшинчен Хам валли суйласа илнĕ Иерусалимра Эпĕ Хамăн ятăма ĕмĕрлĕхе вырăнаçтарăп;

(8) Израиль халăхĕ Эпĕ хушнине тата Манăн Моисей чурам вĕрентсе хăварнă саккуна пĕтĕмпех уяса пурăнсассăн, малашне Израиль çыннине Эпĕ хăйсен ашшĕсене панă çĕрĕнчен ура ярса пусма памăп» тенĕ.

(9) Анчах та вĕсем итлемен; Манассия вĕсене шутсăрах пăсса янă, вĕсем ĕнтĕ Çÿлхуçа Израиль ывăлĕсем умĕнчен пĕтернĕ халăхсенчен те ирсĕртерех пурăннă.

(10) Çÿлхуçа вара Хăйĕн чурисем, пророкĕсем, урлă çапла каланă:

(11) Манассия, Иудея патши, аморрейсенчен те ытларах ирсĕр ĕçсем тунăшăн, йĕрĕхсене пуççапса Иудăна çылăха кĕртнĕшĕн

(12) Эпĕ Иерусалимпа Иуда çине халиччен пулман хĕнасап яратăп, Эпĕ яракан хĕнасап çинчен илтекенĕн икĕ хăлхи те ян янăраса кайĕ;

(13) Иерусалима та Самарие виçсе тухнă вĕренпех, Ахав килне виçнĕ пекех виçсе тухăп, Иерусалима чашăка шăлса тасатнă пек шăлса тасатăп, — чашăка шăлса тасатаççĕ те ÿпĕнтерсе хураççĕ;

(14) вара чĕрĕ юлнисене, Хам еткерĕмĕн йăлкăмне, пăрахăп, вĕсене хăйсен тăшманĕсен аллине парăп, ĕнтĕ тăшманĕсем вĕсене çаратсатустарса тухĕç,

(15) хăйсен ашшĕсем Египетран тухнăранпа паянхи кунчченех вĕсем Манăн умăмра юрăхсăр ĕçсем тунăшăн, Мана çиллентерсе пурăннăшăн çапла тăвăп, тенĕ.

(16) Манассия тата нумай айăпсăр юн юхтарнă, Иерусалима вăл пĕр хĕрринчен пуçласа тепĕр хĕррине çитиех юн тултарнă, хăйĕн çылăхĕсĕр пуçне вăл Иудăна çылăх тума вĕрентнĕ, вара Иуда та Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр ĕçсем тунă.

(17) Манассиян ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине пурне те, унăн çылăхĕсене, мĕнле çылăхсем тунине Иудея патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(18) Манассия ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна хăйĕн çурчĕ çумĕнчи сатра, Узза сатĕнче, пытарнă. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Аммон, ларнă.

(19) Патшана ларнă чухне Аммон çирĕм иккĕре пулнă, Иерусалимра вăл икĕ çул хушши патшара ларнă; ун амăшĕн ячĕ — Мешуллемеф, вăл Ятба теекен вырăнти Харуц хĕрĕ пулнă.

(20) Вăл хăйĕн ашшĕ Манассия пекех Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр ĕçсем тунă;

(21) çÿреме те ашшĕ çÿренĕ çулпах çÿренĕ, ашшĕ пуççапнă йĕрĕхсенех пуççапнă, вĕсенех пăхăнса пурăннă;

(22) ашшĕсенĕн Çÿлхуçа Турринчен хăпнă, Çÿлхуçа çулĕпе çÿремен.

(23) Вара Аммон тарçисем кавар тунă та патшана хăй çуртĕнчех вĕлернĕ.

(24) Анчах та хура халăх Аммон патшана хирĕç кавар тăвакансене пĕтĕмпех вĕлерсе тухнă та ун вырăнне патшана унăн ывăлне, Иосияна, лартнă.

(25) Аммонăн ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине Иудея патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(26) Ăна хăй хатĕрленĕ тупăклăха, Узза сатĕнче пытарнă. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Иосия, ларнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

22

(1) Патшана ларнă чухне Иосия саккăрта пулнă, Иерусалимра вăл вăтăр пĕр çул хушши патшара ларнă; ун амăшĕн ячĕ — Иедида, вăл Боцкафа хулинчи Адаия хĕрĕ пулнă.

(2) Вăл Çÿлхуçана юрăхлă ĕçсем туса пурăннă, хăйĕн ашшĕн Давидăн çулĕпе çеç çÿренĕ, сылтăмалла та, сулахаялла та пăрăнман.

(3) Иосия хăй вунсаккăрмĕш çул патшара ларнă чухне Шафан çыруçăна — Мешуллам ывăлĕн АцаЛийăн ывăлне — Çÿлхуçа Çуртне çапла каласа янă:

(4) аслă священник Хелкия патне кай, вăл Çÿлхуçа Çуртĕнчи кĕмĕле, алăк патĕнче тăракан хуралçăсем халăхран пуçтарнă кĕмĕле, шута илтĕр,

(5) вара çав кĕмĕле Çÿлхуçа Çуртĕнче ĕç тутарма уйăрнă çынсен аллине паччăр, лешĕсем ăна Çÿлхуçа Çуртĕнче юхăнса кайнă вырăнсене юсакансене паччăр,

(6) алăстисене, чул ăстисене, стена купалакансене тÿлеччĕр, Çурта юсама йывăç тата касса якатнă чул туянччăр;

(7) хăйсене панă кĕмĕле вĕсем епле тăкакланине ан ыйтăр, мĕншĕн тесессĕн вĕсем тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ, тенĕ.

(8) Хелкия, аслă священник, Шафан çыруçăна каланă: Çÿлхуçа Çуртĕнче эпĕ саккун кĕнеки тупрăм, тенĕ. Хелкия çав кĕнекене Шафана панă, лешĕ вара ăна вуланă.

(9) Шафан çыруçă патша патне пынă, ăна çакăн пек хыпар çитернĕ: санăн чурусем Çуртра тупăннă кĕмĕле илнĕ, ăна вĕсем Çÿлхуçа Çуртĕнче ĕç ĕçлеттерекен çынсене панă, тенĕ.

(10) Шафан çыруçă тата çапла пĕлтернĕ: Хелкия священник мана кĕнеке пачĕ, тенĕ. Шафан çав кĕнекене патша умĕнче вуласа панă.

(11) Саккун кĕнекин сăмахĕсене илтсессĕн, патша çири тумтирне туртса çурнă.

(12) Вара патша Хелкия священника, Шафан ывăлне Ахикама, Михей ывăлне Ахбора, Шафан çыруçăна тата патша тарçине Асаияна çапла хушса каланă:

(13) кайăр та ман ятпа, халăх ячĕпе тата пĕтĕм Иудея ячĕпе çак тупăннă кĕнекери сăмахсем мĕне пĕлтернине Çÿлхуçаран ыйтса пĕлĕр, мĕншĕн тесессĕн Унăн çилли хаяр, пирĕн аттесем çак кĕнекери сăмахсене уяман, унти ÿкĕтсене пăхăнман, çавăншăн Çÿлхуçа пире çилленнĕ, тенĕ.

(14) Хелкия священник, Ахикам, Ахбор, Шафан тата Асаия вара хĕрарăм пророк Олдама патне, — вăл тумтир управçи ĕçне туса тăракан Шаллум арăмĕ пулнă, Шаллум — Тиква ывăлĕ, Тиква — Хархас ывăлĕ пулнă, — кайнă та унпа калаçнă; Олдама Иерусалимăн иккĕмĕш пайĕнче пурăннă.

(15) Олдама вĕсене каланă: Израилĕн Çÿлхуçа Турри çапла калать: хăвăра ман патăма янă çынна калăр:

(16) Çÿлхуçа çапла калать, тейĕр: çакă вырăна тата унта пурăнакансем çине Иудея патши вуланă саккун кĕнекинче çырса кăтартнă хаярлăха яратăп:

(17) Мана пăрахса хăварнăшăн, ытти турăсем умĕнче тĕтĕрнĕшĕн, хăйсен алли ĕçĕсемпе Мана çиллентерсе тăнăшăн çак çĕр çине çиллĕм тулса çитрĕ, ĕнтĕ сÿнес çук вăл.

(18) Иудея патшине, хăвăра Çÿлхуçаран ыйтма янăскерне, калăр: Израилĕн Çÿлхуçа Турри эсĕ илтнĕ сăмахсем пирки çапла калать:

(19) Эпĕ çак çĕр çинчен, унта пурăнакансем çинчен каланă Манăн сăмахăмсене, «вĕсене сехметпе ылхан çитĕ» тенине, илтнĕ хыççăн санăн чĕрÿ çемçелчĕ, эсĕ Çÿлхуçа умĕнче йăвашлантăн та çири тумтирне туртса çуртăн, Ман умăмра йĕрсе ÿкĕйтĕн, çавăнпа Эпĕ сана илтрĕм, тет Çÿлхуçа.

(20) Çавăншăн акă Эпĕ сана канăçлă аçусемпе пĕрлештерĕп, сана хăвăн тупăклăхна тăнăçлă вăхăтра пытарĕç, санăн куçусем Эпĕ çак вырăна ярас сехмете курмĕç, тет Çÿлхуçа, тенĕ Олдама. Хурава патша патне çитернĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

23

(1) Патша вара йыхрав янă та ун патне Иудăран тата Иерусалимран мĕнпур аслă çын пуçтарăннă.

(2) Патша Çÿлхуçа Çуртне кайнă, унпа пĕрле пĕтĕм халăх пынă: иудейсем, Иерусалимра пурăнакансем, священниксем, пророксем, пĕтĕм халăх ваттивĕтти таран — пурте пуçтарăннă; вара патша вĕсене Çÿлхуçа Çуртĕнче тупăннă халал кĕнекине пĕр сăмах сиктермесĕр сасăпа вуласа панă.

(3) Унтан патша çÿллĕ вырăна хăпарса тăнă та Çÿлхуçа умĕнче халал хывнă — çак кĕнекере çырнă саккун сăмахĕсене пурăнăçа килтермешкĕн Çÿлхуçа хыççăн пыма, Унăн ÿкĕчĕсене, Вăл пĕлтернинеуçса панине, Вăл панă йĕркесене пĕтĕм чĕререн, пĕтĕм чунтан пăхăнса пурăнма пулнă. Пĕтĕм халăх унпа пĕрле çак халала хутшăннă.

(4) Патша вара аслă священника Хелкияна, иккĕмĕш священниксене тата алăк умĕнче хуралта тăракансене Ваалпа Астарта валли, тÿпери çар валли тунă мĕнпур япалана Çÿлхуçа Çуртĕнчен пуçтарса илсе тухма хушнă, вĕсене вăл Иерусалим хыçĕнче, Кедрон айлăмĕнче, çунтарса янă, вĕсен кĕлне Вефиле илсе кайма хушнă.

(5) Тата вăл Иудея патшисем Иерусалим таврашĕнчи тата Иудейăри ытти хуласенчи тÿпем вырăнсенче чÿк тума, тĕтĕрме суйласа лартнă апăссене — Ваала, хĕвеле, уйăха, çăлтăрсене, тÿпери пĕтĕм çара пуççапса, тĕтĕрсе пурăннă чÿк пуçĕсене — хăйсен ĕçĕнчен кăларттарнă;

(6) Астарта юпине Çÿлхуçа Çуртĕнчен Иерусалим тулашне, Кедрон юхăмĕ патне, илсе тухнă та Кедрон айлăмĕнче çунтарса янă, кĕлне хура халăха пытаракан çăва çине сапаласа тăкнă;

(7) вăл аскăнлăх çурчĕсене, Çÿлхуçа Çурчĕ çумне вырăнаçнăскерсене, аркатса тухнă; çав çуртсенче хĕрарăмсем Астарта валли тумтир тума пиравăр тĕртнĕ пулнă;

(8) суя турăсен апăсĕсене пурне те Иудея хулисенчен хăваласа кăларнă, чÿк пуçĕсем тĕтĕрекен тÿпем вырăнсене — Гевăран тытăнса Вирсавия таранах — ирсĕрлентерсе тухнă; çавăн пекех хула хапхи патĕнчи парне кÿмелли тÿпем вырăнсене те аркатнă: хула пуçлă хĕн Иисусăн хапхи умĕнчине те, çавăн пекех хула хапхин сулахай енчи парне вырăнне те çĕмĕрсе тăкнă.

(9) Тÿпем вырăнсен апăсĕсем Çÿлхуçанăн Иерусалимри парне вырăнĕ çине парне кÿмен, тутлăлла пĕçернĕ çăкăра вара хăйсен тăванĕсемпе пĕрлех çинĕ.

(10) Патша, никам та хăйĕн ывăлне, хĕрне вутçулăм витĕр кăларса Молоха парне кÿме ан пултартăр тесе, Енном ывăлĕсен айлăмĕнчи Тофет теекен вырăна ирсĕрлентернĕ;

(11) Иудея патшисем унччен Çÿлхуçа Çуртне кĕмелли вырăнта, НЕфанМелех хайранăн пÿлĕмĕсем çывăхĕнче, Фаруримра, хĕвеле пуççапса лашасем тытнă, Иосия çав йăлана пăрахăçланă, лашасене кÿлекен урапасене — хĕвел ураписене — çунтарса янă.

(12) Иосия ĕнтĕ Иудея патшисем Ахазăн çÿлти пÿлĕмĕн тăррине туса лартнă чÿк вырăнĕсене, Çÿлхуçа Çурчĕн икĕ картишĕнче те Манассия лартнă чÿк вырăнĕсене аркатса тăкнă, вĕсен юлашкитĕлешкине Кедрон юхăмне кайса пăрахнă.

(13) Израиль патши Соломон Иерусалим çумне, çу йывăççисен тăвĕ çине сылтăм енне Сидон йĕрĕнчĕкне Астартăна, Моав йĕрĕнчĕкне Хамоса, Аммон йĕрĕнчĕкне Милхома пуççапмалли тÿпем вырăнсем ларттарнă пулнă, Иосия çавна ирсĕрлентернĕ;

(14) кĕлеткесене çĕмĕрнĕ, Астарта юпине касса пăрахнă, çав вырăнсене вара вилнĕ çын шăммисем пăрахса тултарнă.

(15) Израиле çылăха кĕртнĕ Иеровоам, Нават ывăлĕ, Вефильре лартнă тÿпем вырăна та, чÿк парни кÿмелли вырăна та тусан пуличчен аркатнă, Астарта юпине тĕппипех çунтарса янă.

(16) Иосия çавăнта, ту çинче, вилтăприсене асăрханă, вара, çынсем ярса, вилесен шăммишаккине кăларттарнă та çавна пĕтĕмпе чÿк парни кÿмелли вырăн çинче çунтарса янă; Çÿлхуçа Турă çынни урлă каланă пек, Турă çынни [Иеровоам уяв вăхăтĕнче парне вырăнĕ умĕнче тăнă чухне] малашне мĕн пуласса пĕлтернĕ пек, парне вырăнне ирсĕрлетнĕ. [Акă Иосия каялла çаврăнса пăхнă та, çапла пуласса малтанах каласа хунă Турă çыннийĕн вилтăприне курах кайнă та]

(17) каланă: эпĕ куракан палăк мĕнлескер ку? тенĕ. Хула çыннисем ăна каланă: ку вăл — Иудейăран килнĕ Турă çыннийĕн вилтăприйĕ, вăл эсĕ Вефильри парне вырăнне мĕн тăвассине малтанах каласа хунăччĕ, тенĕ.

(18) Иосия вара: ăна ан тивĕр, унăн шăммисене нихăшĕ те ан тĕкĕнĕр, тенĕ. Вара унăн шăммишаккине те, Самарирен килнĕ пророк шăммишаккине те тивмен.

(19) Иосия ĕнтĕ Израиль патшисем, Çÿлхуçана çиллентерсе, Самари хулисенчи тÿпем вырăнсенче туса лартнă суя турă çурчĕсене пĕтĕмпе çĕмĕрсе пĕтернĕ, Вефильре мĕнле тунă, çавăн пек тунă та;

(20) тÿпем вырăнсен апăсĕсене пурне те вĕлерсе тухнă, вĕсен шăммисене чÿк парни вырăнĕсем çинчех çунтарса янă та Иерусалима таврăннă.

(21) Вара патша пĕтĕм халăха чĕнсе каланă: çак халал кĕнекинче çырнă пек, Çÿлхуçа Туррăмăр ячĕпе Пасха ирттерĕр, тенĕ,

(22) Израиль халăхне тÿресем тытса тăнăранпа та Пасхăна çакăн пек ирттермен, Израиль патшисемпе Иудея патшисем те пĕри те Пасхăна унашкал чаплă уявламан;

(23) çак Пасхăна Иосия вунсаккăрмĕш çул патшара ларнă чухне Çÿлхуçана чысласа Иерусалимра ирттернĕ.

(24) Хелкия священник Çÿлхуçа Çуртĕнче тупнă кĕнекери саккун йĕркипе пурăнас тесе, Иосия вилнĕ çынсене чĕнекенсене те, асамçăсене те, терафимсене те, йĕрĕхсене те, Иудея çĕрĕнчи тата Иерусалим хулинчи мĕнпур йĕрĕнчĕке тĕппипех пĕтернĕ.

(25) Унччен нихăçан та Иосия пек патша пулман: вăл пĕтĕм чĕрипе, пĕтĕм чунĕпе, пĕтĕм вăйĕхалĕпе Çÿлхуçа енне çаврăннă, Моисейĕн пĕтĕм саккунне çирĕп тытсауяса пурăннă; ун хыççăн та ун евĕрлĕ патша пулман.

(26) Анчах та Çÿлхуçа Хăйĕн хаяр çиллине, Манассиян ирсĕр ĕçĕсене пула Иуда çине ÿкнĕ çиллине, сирсе яман.

(27) Çÿлхуçа çапла каланă: Израиле Эпĕ Хам умăмран сиртĕм, Иудăна та çавăн пек тăвăп, Хам суйласа илнĕ Иерусалим хулине те, Эпĕ: «унта Манăн ятăм пулĕ» тесе каланă Çурта та сирсе пăрахăп, тенĕ.

(28) Иосиян ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине пурне те Иудея патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(29) Вăл пурăннă чухнех Нехао фараон, Египет патши, Ассири патшине хирĕç Евфрат юханшывĕ хĕррине вăрçăпа тухнă пулнă. Иосия патша вара Нехао патшана хирĕç тухнă, Иосийăна курсассăн, лешĕ ăна Мегиддонра вĕлерсе пăрахнă.

(30) Чурисем ăна, вилнĕскерне, Мегиддонран Иерусалима турттарса килнĕ, ăна хăйĕн тупăклăхне пытарнă. Çĕршыв халăхĕ вара Иоахаза, Иосия ывăлне, çу сĕрсе, ашшĕ вырăнне патшана лартнă.

(31) Патшана ларнă чухне Иоахаз çирĕм виççĕре пулнă, Иерусалимра вăл виçĕ уйăх хушши патша пулнă; ун амăшĕн ячĕ — Хамуталь, вăл Ливна хулинчи Иеремия хĕрĕ пулнă.

(32) Ашшĕсем пекех, Иоахаз пур ĕçне те Çÿлхуçана юрăхсăр туса пурăннă.

(33) Вăл Иерусалимра текех патшара ан лартăр тесе, Нехао фараон ăна Емаф çĕрĕ çинче, Ривла хулинче, тĕрмене лартнă, Иудея çине хырçă — çĕр талант кĕмĕл тата [çĕр] талант ылтăн — хунă.

(34) Нехао фараон ĕнтĕ Иосия вырăнне патшана унăн ывăлне, Елиакима, лартнă; унăн ятне улăштарнă, ăна Иоаким тесе чĕнмелле тунă; Иоахаза вара Египета илсе кайнă, вăл унтах вилнĕ.

(35) Фараона Иоаким ылтăнкĕмĕл парса тăнă: фараона кĕмĕлпе тивĕçтерсе тăрас тесе, хура халăха хырçă тÿлеттернĕ, çавна фараона парса тăнă; кашни çыннăн хăйĕн пайне, ылтăнпа кĕмĕл, тÿлемелле пулнă, патша вара çакна Нехао фараона парса тăнă.

(36) Патшана ларнă чухне Иоаким çирĕм пиллĕкре пулнă, Иерусалимра вăл вунпĕр çул хушши патша пулнă; ун амăшĕн ячĕ — Зебудда, вăл Рума çĕрĕнчи Федаия хĕрĕ пулнă.

(37) Иоаким ĕнтĕ, ашшĕсем пекех, Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр ĕçсем туса пурăннă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

24

(1) Ун вăхăтĕнче Навуходоносор, Вавилон патши, Иудейăна тапăнса кĕнĕ, вара Иоаким ăна виçĕ çул пăхăнса пурăннă, кайран, унран хăпса, уйрăлнă.

(2) Çÿлхуçа, Хăйĕн чурисемпророкĕсем урлă каланă пек, Иудăна тĕп тумашкăн ун çине халдейсен эшкерне, Сири çыннисен эшкерне, моавсен эшкерне, аммонсен эшкерне ярсах тăнă.

(3) Çакă вăл Çÿлхуçа ирĕкĕпе пулнă: Вăл Манассия тунă çылăхсемшĕн Иудăна Хăй умĕнчен сирес тенĕ;

(4) Манассия айăпсăр юн юхтарнăшăн, Иерусалима айăпсăр юнпа тултарнăшăн Çÿлхуçа Иудăна каçарасшăн пулман.

(5) Иоакимăн ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине пурне те Иудея патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.

(6) Иоаким ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ, Иехония, ларнă.

(7) Вавилон патши Египет патшийĕн çĕрне Египет юхăмĕнчен пуçласа Евфрат шывĕ таранах ярса илнĕ, çавăнпа Египет патши текех хăй çĕрĕнчен тухса çÿреймен.

(8) Патшана ларнă чухне Иехония вунсаккăрта пулнă, Иерусалимра вăл виçĕ уйăх хушши патша пулнă; ун амăшĕн ячĕ — Нехушта, вăл Иерусалимри Елнафан хĕрĕ пулнă.

(9) Иехония, ашшĕ пекех, Çÿлхуçа умĕнче пур тĕлĕшпе те юрăхсăр ĕçсем туса пурăннă.

(10) Çав вăхăтра Вавилон патшийĕн Навуходоносорăн чурисем Иерусалима çитнĕ те хулана çавăрса илнĕ.

(11) Вавилон патши Навуходоносор унта чурисем хулана çавăрса илсессĕн пырса çитнĕ.

(12) Иудея патши Иехония ĕнтĕ Вавилон патши патне хăй тухнă; унпа пĕрле амăшĕ те, тарçисем те, аслă улпучĕсем те, хайранĕсем те тухнă, — Вавилон патши ăна тыткăна илнĕ, ку ĕç Навуходоносор саккăрмĕш çул патшара ларнă чухне пулса иртнĕ.

(13) Вăл Çÿлхуçа Çуртĕнчи тата патша керменĕнчи мĕнпур хаклă пурлăха турттарса кайнă; унччен Çÿлхуçа каланă пекех, Израиль патши Соломон Çÿлхуçа Çурчĕ валли тутарттарнă мĕнпур ылтăн савăта ватсаçĕмĕрсе тăкнă;

(14) вара пĕтĕм Иерусалима, мĕнпур аслă улпута, мĕнпур вăйпитти çара, мĕнпур алăстине, тимĕрçе, — вунă пин çынна, — хăваласа илсе кайнă; чухăн хура халăхсăр пуçне урăх кунта никам та юлман.

(15) Вăл Иехонияна та Вавилона куçарса кайнă; патша амăшне те, патша арăмĕсене те, унăн хайранĕсене те, çав çĕрĕн аслă çыннисене те Иерусалимран Вавилона куçарса кайнă.

(16) Çичĕ пин çынлă çара та, ÿнерçĕсене те, çуртйĕр тума пĕлекен пин ăстана та, вăрçа юрăхлă мĕнпур сывă та паттăр çынна та — пĕтĕмпех Вавилон патши Вавилона пурăнма куçарса кайнă.

(17) Вавилон патши вара Иерусалимра патша пулма Матфанийăна — Иехония пиччĕшне — лартнă. Унăн ятне Седекия тесе улăштарнă.

(18) Патшана ларнă чухне Седекия çирĕм пĕррере пулнă, Иерусалимра вăл вунпĕр çул хушши патшара ларнă; ун амăшĕн ячĕ — Хамуталь, вăл Ливна хулинчи Иеремия хĕрĕ пулнă.

(19) Седекия, Иоаким пекех, Çÿлхуçана юрăхсăр ĕçсем туса пурăннă.

(20) Çÿлхуçа Иерусалима та, Иудейăна та питĕ вăйлă çилленсе çитнĕ те вĕсене Хăйĕн умĕнчен сирнĕ. Седекия ĕнтĕ Вавилон патшинчен уйрăлнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

25

(1) Седекия тăххăрмĕш çул патшара ларнă чухне, вуннăмĕш уйăхра, çав уйăхăн вуннăмĕш кунĕнче, Вавилон патши Навуходоносор хăйĕн çарĕпе Иерусалим патнех çитнĕ те хула тавра тăпрас купаласа тухнă.

(2) Хулана вăл Седекия патшара вунпĕрмĕш çул ларичченех хупăрласа тăнă.

(3) Тăваттăмĕш уйăхăн тăххăрмĕш кунĕнче хулара выçлăх ытла вăйланса çитнĕ, хула халăхĕн татăк çăкăр та пулман.

(4) Вара хулана ярса илнĕ, çĕрле çар çыннисем пурте икĕ хÿме хушшинчи çулпа патша сачĕ çывăхĕнчи хапха еннелле чупса кайнă; халдейсем хула тавра тăрса тухнă пулнă, патша вара тÿремлĕх енне каякан çулпа тухса тарнă.

(5) Халдейсен çарĕ патшана хыçран хăваланă, ăна Иерихон тÿремлĕхĕнче хуса çитнĕ. Патшан пĕтĕм çарĕ тарса пĕтнĕ.

(6) Патшана ĕнтĕ ярса тытнă, ăна Вавилон патши патне Ривла хулине илсе кайнă, ăна çавăнта сут тунă:

(7) Седекия ывăлĕсене ун куçĕ умĕнчех чиксе пăрахнă, Седекияна хăйне суккăрлатнă, унтан тимĕр тăлăпа сăнчăрласа Вавилона илсе кайнă.

(8) Пиллĕкĕмĕш уйăхра, çав уйăхăн çиччĕмĕш кунĕнче, Вавилон патши Навуходоносор вунтăххăрмĕш çул патшара ларнă чухне, Иерусалима НаВузардан — сыхлавçăсен пуçлăхĕ, Вавилон патшийĕн тарçи — пырса çитнĕ,

(9) вăл Çÿлхуçа Çуртне те, патша керменне те, Иерусалимри мĕнпур килçурта та çунтарса янă, чи пысăк çуртсене аркатнă;

(10) сыхлавçăсен пуçлăхĕпе пĕрле çитнĕ халдейсен çарĕ Иерусалим тавра хăпартнă хÿмене йăлтах ишсе тăкнă.

(11) Сыхлавçăсен пуçлăхĕ Навузардан хулара тăрса юлнă халăха, хăйсен енне — Вавилон патши енне — тарса пынисене те, ытти тĕрлĕ халăха та тыткăна илсе кайнă.

(12) Сыхлавçăсен пуçлăхĕ унта иçĕм пахчисенче ĕçлеме, çĕр ĕçлеме питех те чухăннисене çеç хăварнă.

(13) Халдейсем Çÿлхуçа Çурчĕ умĕнчи пăхăр юпасене, сапансене, Çÿлхуçа Çуртĕнчи пăхăр тинĕсе ишсе антарнă, мĕнпур пăхăрне Вавилона турттарса кайнă;

(14) кĕлĕ тунă чухне усă курмалли тирĕксене те, калаксене те, çĕçĕсене те, кашăксене те, мĕнпур пăхăр савăтсапана та хăйсемпе пĕрле илсе кайнă;

(15) сыхлавçăсен пуçлăхĕ ылтăнран та кĕмĕлтен тунă тĕтĕркĕчсене те, чашăксене те хăйпе пĕрле илнĕ;

(16) Соломон Çÿлхуçа Çурчĕ валли тутарнă икĕ юпана, пăхăр тинĕсе, сапана илсе кайнă, çак япаласенче мĕн чухлĕ пăхăр пул нине виçсе кăларма та май пулман.

(17) Пĕр юпи вунсакăр чике çÿллĕш пулнă; юпа тăрринче пăхăртан тунă, виçĕ чике çÿллĕш кăшăл пулнă; кăшăлĕ тавра — нар улмисемпе илемлетнĕ чĕнтĕр, пурне те пăхăртан тунă. Тепĕр юпи çинче те çавăн пекех пулнă.

(18) Сыхлавçăсен пуçлăхĕ аслă священника Сераияна, иккĕмĕш священника ЦЕфанияна тата Турă Çурчĕн уратине сыхлакан виçĕ хуралçăна тыткăна илсе кайнă.

(19) Тата вăл çар çыннисен пуçлăхĕ пулнă пĕр хайрана, патша умĕнче тăнă пилĕк çынна тата çарăн аслă çыруçине, çак çĕрĕн халăхне çар ĕретне çыраканскере, тата çĕршыв халăхĕн хулара тупăннă утмăл çыннине илсе кайнă.

(20) Сыхлавçăсен пуçлăхĕ НаВузардан вĕсене пурне те Вавилон патши патне Ривла хулине илсе çитернĕ.

(21) Вавилон патши вĕсене пĕтернĕ, вĕсене Емаф çĕрĕнчи Ривла хулинче вĕлернĕ. Иудейсене хăйсен çĕрĕнчен тыткăна хăваласа кайнă.

(22) Навуходоносор, Вавилон патши, Иудейăра хăварнă халăхăн пуçлăхĕ пулма ГодоЛийăна — Шафан ывăлĕн Ахикамăн ывăлне — лартнă.

(23) Вавилон патши ГодоЛийăна пуçлăха лартнине пĕлсессĕн, çарпуçсемпе вĕсен çыннисем ГодоЛия патне Массифа хулине пынă, вĕсем çак çынсем пулнă: НЕфания ывăлĕ Исмаил, Карей ывăлĕ Иоханан, Нетофафри Танхумеф ывăлĕ Сераия, Мааха çыннин ывăлĕ Иезания — ĕнтĕ çак çынсем тата вĕсен çыннисем пынă.

(24) ГодоЛия вĕсен умĕнче тата вĕсен çыннисем умĕнче тупа туса çапла каланă: халдейсене пăхăнса тăрассинчен ан хăрăр, çак çĕр çинче вырăнаçăр та Вавилон патшине пăхăнса пурăнăр, вара хăвăрах аван пулĕ, тенĕ.

(25) Анчах та çиччĕмĕш уйăхра кунта Исмаил — Елишама ывăлĕн НЕфанийăн ывăлĕ, патша йăхĕнчен тухнăскер — вунă çынлă ушкăнпа пырса çитнĕ те ГодоЛийăна тапăннă, ăна вĕлернĕ, унпа пĕрле Массифăра пулнă иудейсене те, халдейсене те вĕлерсе тухнă.

(26) Вара пĕтĕм халăх, ваттивĕтти таранах, вырăнтан тапраннă та, халдейсенчен хăраса, Египета куçса кайнă.

(27) Иехонияна, Иудея патшине, тыткăна илсе кайнă хыççăн вăтăр çичĕ çултан, çав çулăн вуниккĕмĕш уйăхĕнче, çав уйăхăн çирĕм çиччĕмĕш кунĕнче, Вавилон патши Евилмеродах хăй пĕрремĕш çул патшара ларнă чухне Иудея патшине Иехонияна тĕрме çуртĕнчен кăларнă,

(28) вăл унпа кăмăллăн калаçнă, вăл ăна хăй патĕнчи Вавилонри патшасенчен мала хунă;

(29) унăн тĕрме тумтирне улăштарнă, вăл ĕнтĕ ĕмĕрĕ тăршшĕпех Вавилон патши патĕнче апатланса пурăннă.

(30) Пурăнма мĕн кирлине ăна кунранкунах, хăй виличченех, ĕмĕрĕ тăршшĕпех патшаран парса тăнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 ]

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Реклама

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.