Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Патшасен Иккĕмĕш Кĕнеки
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
1
(1) Саул вилсессĕн, Давид амаликсене çĕмĕрсе тăкнă çĕртен каялла таврăнса Секелагра икĕ кун хушши тăнă хыççăн,
(2) акă ĕнтĕ виççĕмĕш кунхине Саул тапăрĕнчен пĕр çын килнĕ; ун çийĕнчи тумтирĕ çуркаланса пĕтнĕ пулнă, пуçĕ çине вăл тусан сапнă пулнă. Давид патне пырсан вăл [ăна] çĕре ÿксе пуççапнă.
(3) Давид ăна: ăçтан килтĕн эсĕ? тенĕ. Лешĕ каланă: эпĕ Израиль тапăрĕнчен тарса килтĕм, тенĕ.
(4) Давид ăна: мĕн пулса иртрĕ? каласа кăтарт мана, тенĕ. Лешĕ каланă: халăх çапăçу хирĕнчен тарса саланчĕ, нумай çын пĕтрĕ, Саулпа унăн ывăлĕ Ионафан та вилчĕç, тенĕ.
(5) Давид хăйне хыпар пĕлтернĕ яш ачана каланă: Саулпа унăн ывăлĕ Ионафан вилнине ăçтан пĕлетĕн эсĕ? тенĕ.
(6) Ăна хыпар пĕлтернĕ яш ача каланă: эпĕ ăнсăртран Гелвуй тăвĕ çине пырса тухрăм, акă ĕнтĕ Саул хăйĕн сăнни çине тăрăнса ÿкрĕ, çар ураписемпе юланутçăсем хальхаль хуса çитеслеччĕ ăна.
(7) Çавăн чухне вăл каялла çаврăнса пăхрĕ те мана курса чĕнсе илчĕ.
(8) Эпĕ: кунтах эпĕ, терĕм. Вăл мана: кам эсĕ? терĕ. Эпĕ ăна каларăм: эпĕ — амаликсем, терĕм.
(9) Вăл мана каларĕ: ман çывăхăма кил те вĕлер мана: ĕнтĕ вилĕм тунсăхĕ пусса илчĕ мана, чунăм вара ăшăмрахха, терĕ.
(10) Вара ун патне пытăм та вĕлертĕм ăна — санни çине таранса аннă хыççăн вăл пурăнаймасса пĕлтĕм эпĕ; пуçĕ çинчи патша пуçкăшăльне тата алли сыппинчи суллине илтĕм те вĕсене кунта хамăн хуçамăм патне илсе килтĕм, тенĕ.
(11) Çавăн хыççăн Давид хăйĕн тумтирне туртса çурнă, çавăн пекех унпа пĕрле пулнă çынсем те [хăйсен тумтирне туртса çурнă].
(12) Ĕнтĕ куççулĕ тăкнă, татăлса макăрнă, хĕçрен пуç хунă Саулпа унăн ывăлне Ионафана, Çÿлхуçа халăхне, Израиль йăхне асăнса каçчен типĕ тытнă.
(13) Давид хăйне хыпар пĕлтернĕ яш ачана çапла каланă: ăçти çын эсĕ? тенĕ. Лешĕ: эпĕ — аякран килнĕ амалик çыннин ывăлĕ, тенĕ.
(14) Вара Давид ăна каланă: Туррăн çу сĕрнĕ çыннине вĕлермешкĕн алă çĕклеме мĕнле хăрамарăнха эсĕ? тенĕ.
(15) Давид хăй çыннисенчен пĕр яш ачана чĕнсе илнĕ те каланă: кайса вĕлер ăна, тенĕ. Вара лешĕ вĕлернĕ ăна, вăл вилнĕ.
(16) Давид ун еннелле пăхса каланă: санăн юну — хăвăн пуçу çинче, хăв: «эпĕ Туррăн çу сĕрнĕ çыннине вĕлертĕм» тенĕ чухне сана хăвăн чĕлхÿех айăпларĕ, тенĕ.
(17) Давид ĕнтĕ Саулпа унăн ывăлĕ Ионафан вилнĕшĕн хурланса çак хурлăхлă юрра юрланă;
(18) Тÿрĕ çын кĕнекинче çырса хăварнă тăрăх, вăл çакă юрра — ухă çинчен хывнă юрра — Иуда ывăлĕсене вĕрентме хушнă, вăл çапла каланă:
(19) ах, Израиль, санăн илемне хăвăн сăрту çинче пĕтер чĕç! паттăрсем çапла пуç хучĕç!
(20) Çакăн çинчен Гефра ан калаçăр, Аскалон урамĕнче ан хыпарлăр — фнлнстимсен хĕрĕсем ан хĕпĕртеччĕр, ÿт кастарманнисен хĕрĕсем ан мухтанайччăр.
(21) Эй Гелвуй сăрттăвĕ! сирĕн çине сывлăм та, çумăр та [ан ÿктĕр], сирĕн çинче çимĕç кÿрекен уйхир те ан пултăр: ĕнтĕ унта паттăрсен хулканне аркатнă, Саула çу сĕрнине уямасăр унăн хулканне аркатнă.
(22) Аманнисен юнĕсĕр, паттăррисен ÿчĕсĕр Ионафан уххи каялла таврăнман, Саул хĕççи те ахаль таврăнман.
(23) Пурăннă чухне татуллăскерсем, Саулпа Ионафан вилсен те уйрăлмарĕç; кăйкăртан вичкĕнрехчĕ, арăсланран вăйларахчĕ вĕсем.
(24) Эй Израиль хĕрĕсем! хÿхлĕр Саулшăн, вăл сире эрешленĕ йĕпкĕн хĕрлĕ тумпа, ылтăнпа капăрлатнă тумпа çÿрететчĕ.
(25) Паттăррисем вăрçă хирĕнче кайса ÿкрĕç! Ионафан санăн сăрту çинче пуç хучĕ.
(26) Ах, Ионафан, тăванăм, чĕрем саншăн касăлать, маншăн мĕнле хаклăччĕ эсĕ; санăн юратăву маншăн хĕр юратăвĕнчен те аслăрахчĕ.
(27) Паттăрсем çапла пуç хучĕç, тĕп пулчĕ вăрçă кăралĕ!
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
2
(1) Çакăн хыççăн Давид Çÿлхуçаран тархасласа ыйтнă: манăн Иудăн пĕрпĕр хулине каймаллаши? тенĕ. Турă ăна: кай, тенĕ. Давид вара: ăçта каяс? тенĕ. Вăл каланă: Хеврона, тенĕ.
(2) Давид вара çавăнта кайнă, унăн икĕ арăмĕ те — Изреель хĕрĕ Ахиноама тата Навал арăмĕ пулнă Авигея, Кармил хĕрĕ — пĕрле пынă.
(3) Хăйпе пĕрле пулнă çынсене те Давид хăйсен кил-йышĕпе пĕрле илсе кайнă, вĕсем Хеврон хулинче вырăнаçнă.
(4) Иуда арĕсем çитнĕ те çавăнта Давида Иудея çĕрĕн патши пулма çу сĕрнĕ. Галаадри Иависра пурăнакансем Саула тирпейлесе пытарни çинчен Давида хыпар çитернĕ.
(5) Давид вара Галаадри Иависра пурăнакансем патне элчĕсем янă, вĕсен çапла каламалла пулнă: Саул хуçăра, [Çÿлхуçанăн çу сĕрнĕ çыннине, тата унăн ывăлне Ионафана] пытарса, эсир ырă ĕç турăр, çавăншăн сире Çÿлхуçа пиллĕхĕ çитĕ,
(6) сирĕншĕн Çÿлхуçа ырăлăхлă та шанчăклă пултăр; çапла тунăшăн эпĕ те сире ырă тăвăп;
(7) халĕ ĕнтĕ аллăрсем çирĕпленччĕр, хăюллă пулăр: Саул хуçăр вилчĕ, мана вара Иуда килĕ хăйĕн патши пулма çу сĕрчĕ.
(8) Анчах та Авенир — Нир ывăлĕ, Саул çарпуçĕ — Саул ывăлне Иевосфея Маханаим хулине илсе пынă,
(9) вара ăна Галаад, Ашур, Изреель, Ефрем, Вениамин çĕрĕсен тата пĕтĕм Израилĕн патшине лартнă.
(10) Израиль патшине ларнă чухне Саул ывăлĕ Иевосфей хĕрĕх çулта пулнă, вăл икĕ çул патшара ларнă. Иуда килĕ çеç Давидпа пулнă. “Давид Хевронра иудейсен патшинче ларнă вăхăт пĕтĕмпе çичĕ çул та ултă уйăх пулнă.
(12) Ĕнтĕ Нир ывăлĕ Авенир тата Саул ывăлĕн Иевосфейăн тарçисем Маханаимран тухса Гаваон хулине çитнĕ.
(13) Саруия ывăлĕ Иоав та Давид тарçисемпе пĕрле унта пынă, вĕсем Гаваон пĕви патĕнче тĕл пулнă, вара лешĕсем пĕвен пĕр енне, кусем тепĕр енне вырăнаçса тăнă.
(14) Авенир Иоава каланă: яш ачасем тухчăр та пирĕн умра тупăшса илччĕр, тенĕ. Иоав: юрать, тухса тăччăр, тенĕ.
(15) Вара Саул ывăлĕ Иевосфей енчен Веннаминсем вуникĕ çын, Давид тарçисенчен вуникĕ çын тухса тăнă.
(16) Вĕсем пĕрпĕрне пуçран яраяра тытнă, пĕрпĕрне айăкран хĕçпе чиксе, пĕрлех тирĕнетирĕне аннă. Гаваонри çак вырăна вара ХелкафХаццурим тесе ят панă.
(17) Çав кун питех те хаяр çапăçу пулса иртнĕ, Давид тарçнсем Авенира, унпа пĕрле пулнă Израиль çыннисене çапса аркатнă.
(18) Унта Саруиянăн виçĕ ывăлĕ — Иоав, Авесса тата Асаил — пулнă. Асаил вара, хир качаки пекех, çăмăл ураллă пулнă.
(19) Асаил Авенира хăваласа кайнă та Авенир йĕрĕнчен сылтăмалла та, сулахаялла та пăрăнмасăр йĕрлесе пынă.
(20) Авенир çаврăнса пăхнă та: эсĕи ку, Асаил? тенĕ. Лешĕ: эпĕ, тенĕ.
(21) Авенир ăна каланă: сылтăмалла е сулахаялла пăрăн та пĕр яш ачине суйласа ил те, унăн кăралне хăв валли туртса ил, тенĕ. Анчах Асаил унран юласшăн пулман.
(22) Авенир Асаила тепĕр хут та каланă: хăп манран — асту, чиксе пăрахатăп; вара Иоав пиччÿне мĕнле сăнпитпе курăнасха манăн?
(23) [ăçта пур ун пекки? таврăн Иоав пиччÿ патне], тенĕ. Анчах лешĕ Авениртан хăпасшăн пулман. Вара Авенир, сăннине каялла çавăрса, ăна хырăмран чикнĕ; сăнă ун витĕрех тухнă, вăл çавăнтах ÿксе вилнĕ. Асаил ÿксе вилнĕ вырăн тĕлĕнчен иртсе пыракансем пурте чарăначарăна тăнă.
(24) Авенира ĕнтĕ Иоавпа Авесса хăваласа кайнă. Вĕсем Гаваон пушхирне каякан çул çинчи Гиах патĕнчи Амма сăрчĕ тĕлне çитнĕ çĕре хĕвел те анса ларнă.
(25) Авенир тавра Вениамин çыннисем пуçтарăннă та, çар ушкăнĕ пулса, пĕр сăрт тăррине хăпарса тăнă.
(26) Авенир вара Иоава чĕнсе каланă: пире ĕмĕрĕпех хĕç пĕтерсе тăрĕи? Е эсĕ вăрçă хурлăх кÿнине пĕлместĕни? Мĕншĕнха эсĕ халиччен те хăвăн çыннусене: тăванăрсене йĕрлеме чарăнăр, теместĕн? тенĕ.
(27) Иоав ĕнтĕ çапла каланă: Турă пур! эсĕ халĕ нимĕн те каламан пулсассăн, çынсем ирчченех хăйсен тăванĕсене хăвалатчĕç, тенĕ.
(28) Иоав какăр кăшкăртса янă та, пĕтĕм халăх чарăнса тăнă, вара Израиль çыннисене малалла хăвалама пăрахнă; çапăçу чарăннă.
(29) Авенирпа унăн çыннисем çав каç çĕрĕпех тÿремлĕхпе утнă, Иордан шывĕ урлă каçнă, пĕтĕм Битрон урлă иртсе Маханаима çитнĕ.
(30) Иоав, Авенира хăвалама пăрахса, каялла таврăннă та пĕтĕм халăха пуçтарнă, Асаилсăр пуçне, Давид тарçисенчен вунтăхăр çын тухман.
(31) Давид тарçисем вара Вениамин çыннисемпе Авенир тарçисене нумайăшне пĕтернĕ; вĕсенчен виççĕр утмăл çын вилнĕ.
(32) Асаил ÿтне вара Вифлеема илсе кайса ашшĕн тупăклăхне пытарнă. Иоавпа унăн çыннисем ĕнтĕ çĕрĕпех утнă, тул çутăласпа Хеврона çитнĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
3
(1) Саул килĕпе Давид килĕ хушшинчи хирĕçÿ вăраха тăсăлнă. Давид вăйланса та вăйланса пынă, Саул килĕ вара хавшаса та хавшаса пынă.
(2) Давидăн Хевронра [ултă] ывăл çуралнă. Малтанхи ывăлне, Амнона, Изреель хĕрĕ Ахиноама çуратса панă; Зиккĕмĕш [ывăлне], Далуиана,— Авигея, Навал арăмĕ пулнăскер, Кармил хĕрĕ; виççĕмĕшне — Авессалома, — Мааха, Гессур патши Фалмай хĕрĕ, çуратса панă;
(4) тăваттăмĕшне, Адонияна,—Аггифа; пиллĕкĕмĕшне, Сафатияна,—Авитала;
(5) улттăмĕшне, Иефераама, Давид арăмĕ Эгла çуратнă. Давидăн çак ывăлĕсем Хевронра çуралнă.
(6) Саул килĕпе Давид килĕ хушшинче хирĕçÿ пынă вăхăтра Авенир вара Саул килĕ майлă пулнă.
(7) Саулăн Рицпа ятлă çумарăм пулнă, вăл Айя хĕрĕ пулнă. [Ун патне Авенир кĕнĕ.] [Иевосфей] ĕнтĕ Авенира каланă: мĕншĕн эсĕ ман аттемĕн çумарăмĕ патне кĕтĕн? тенĕ.
(8) Авенира Иевосфей сăмахĕсем тарăхтарсах янă та, вăл вара çапла каланă: эпĕ йытă пуçĕ-им? Эпĕ, Иудăна хирĕç тăрса, Саул аçун килне, унăн тăванĕсене, унăн тусĕсене ырă турăм, сана та Давид аллине ÿкермерĕм, эсĕ вара халĕ ман çумра хĕрарăм тĕлĕшĕнчен çылăх шыратăн.
(9-10) Акă [паян] эпĕ Çÿлхуçа Давидшăн мĕн тума тупа тунине тÿрре кăларатăп: патшалăха Саул килĕнчен туртса илетĕп те Давида Израильпе Иуда патши пулма, Данран пуçласа Вирсавия таран тытса тăма, лартатăп — çапла тумастăп пулсассăн, Турă Авенира ăна та, кăна та кăтарттăр, тата ытларах та кăтарттăр! тенĕ.
(11) Иевосфей ĕнтĕ Авенира хирĕçлеме пултарайман: вăл унран хăранă.
(12) Авенир вара хăйĕн элчисене Давид патне [Хеврона, вăл пурăннă çĕре]: камăн çĕрĕ ку? тесе калама янă; тата çапла калама хушнă: манпа килĕшÿ ту та, манăн аллăм санпа пĕрле пулĕ, вăл пĕтĕм Израиль халăхне сан майлă çавăрĕ.
(13) [Давид] каланă: юрĕ, эпĕ санпа килĕшÿ тăвăп, анчах санран пĕр япала пирки ый татăп — акă мĕн: манпа курнăçма килнĕ чухне эхер те хăвпа пĕрле Саул хĕрне Мелхолăна илсе килмесессĕн, эсĕ ман сăнпитĕме кураймăн, тенĕ.
(14) Давид ĕнтĕ Саул ывăлĕ Иевосфей патне çапла калама элчĕсем янă: Мелхола арăмăма пар, эпĕ ăна çĕр Филистим ÿтне кастарнăшăн илнĕ, тенĕ.
(15) Иевосфей хăйĕн çыннисене янă та Мелхолăна упăшкинчен — Лаиш ывăлĕнчен Фалтийрен — уйăрса илсе килнĕ.
(16) Мелхолăпа пĕрле унăн упăшки те пынă, арăмне вăл Бахурима çитиччен куççулĕ юхтарса ăсатнă; анчах Авенир ăна: таврăн каялла, тенĕ. Вара вăл каялла таврăннă.
(17) Авенир Израилĕн аслă çыннисене каланă: ĕнер те, виçĕмкун та эсир Давид хăвăрăн патшăр пултăр тесе ĕмĕтленеттĕрччĕ;
(18) халĕ тăвăр çакна, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Давида çапла каланă: «Давид чурамăм аллипе Эпĕ Хамăн Израиль халăхне Филистимсен аллинчен, унăн мĕнпур тăшманĕсен аллинчен çăлăп» тенĕ.
(19) Авенир ĕнтĕ Вениамин çыннисене те çаплах каланă. Унтан Авенир Израильпе пĕтĕм Вениамин килĕ мĕн шухăшланине Давида пĕлтерме Хеврона кайнă.
(20) Авенир Давид патне Хеврона çитнĕ, унпа пĕрле çирĕм çын пулнă, Давид Авенирпа ун çыннисем валли ĕçкĕçикĕ тунă.
(21) Авенир çавăн чухне Давида каланă: акă тăратăп та каятăп, патша хуçамăм патне Израилĕн пĕтĕм халăхне пуçтарса килетĕп; вĕсем санпа килĕшÿ тăвĕç те, хăвăн чуну кăмăлланă пек, эсĕ пуринĕн те патши пулса тăрăн, тенĕ. Давид вара Авенира чарса тăман, лешĕ ыррăнсыввăн тухса кайнă.
(22) Акă ĕнтĕ Давид тарçисем Иоавпа пĕрле çапăçуран таврăннă, хăйсемпе пĕрле пысăк тупăш илсе килнĕ; Авенир ун чухне Хевронра Давидпа пĕрле пулман ĕнтĕ, мĕншĕн тесессĕн Давид ăна чарса тăман та, вăл ыррăнсыввăн тухса кайнă.
(23) Иоав тата унпа пĕрле çÿренĕ пĕтĕм çар каялла таврăнсассăн, Иоава çапла каласа панă: патша патне Авенир, Нир ывăлĕ, килнĕччĕ, патша ăна тытса тăмарĕ те, вăл ыррăнсыввăн тухса кайрĕ, тенĕ.
(24) Иоав ĕнтĕ патша патне пынă та: мĕн турăн эсĕ? тенĕ. Акă сан патна Авенир килнĕ пулнă; мĕншĕн кăларса ятăн ăна, мĕншĕнха вăл тухса кайнă?
(25) Эсĕ Авенира, Нир ывăлне, пĕлетĕн: вăл сана улталама, эсĕ ăçтан кĕрсе ăçтан тухса çÿренине, эсĕ мĕн тунине пĕлсе кайма килнĕ, тенĕ.
(26) Иоав вара Давид патĕнчен тухнă та хăйĕн çыннисене Авенир хыççăн ăна хăваласа çитме янă; вĕсем ăна Сир çăлĕ патĕнчен каялла илсе килнĕ, Давида çакăн çинчен пĕлтермен.
(27) Авенир Хеврона таврăнсассăн, вăрттăн калаçмалли пур тесе, Иоав ăна хапхан шал енне илсе кĕнĕ те унта хырăмĕнчен чиксе пăрахнă. Авенир çапла Иоавпа пĕртăван Асаил юнĕшĕн вилнĕ.
(28) Кайран Давид çакăн çинчен илтнĕ те каланă: Нир ывăлĕ Авенир юнĕшĕн эпĕ те, ман патшалăхăм та Çÿлхуçа умĕнче ĕмĕрне те айăплă пулас çук;
(29) айăпĕ Иоав пуçĕпе ун ашшĕн килĕ çине ÿктĕр; Иоав килĕ нихăçан та вăрлăхĕ юхса çÿрекен çынсăр е тилçе ернĕ çынсăр, е туяпа çÿрекенсĕр, е хĕçрен пуç хуракансăр, е çăкăрсăр аптăракансăр ан пултăр, тенĕ.
(30) Иоавпа унăн Авесса шăллĕ Авенира ĕнтĕ Гаваон патĕнчи çапăçура Асаила — хăйсен пĕртăванне — вĕлернĕшĕн вĕлернĕ.
(31) Вара Давид Иоава тата унпа пĕрле пулнă мĕнпур çынна çапла каланă: тумтирĕрсене туртса çурăр, хурлăх тумтирĕ тăхăнăр, Авениршăн хÿхлĕр, тенĕ. Давид патша ĕнтĕ унăн тупăкĕ хыççăн пынă.
(32) Авенира Хевронра пытарнă чухне патша Авенир тупăкĕ умĕнче татăлса макăрнă; пĕтĕм халăх та макăрнă.
(33) Патша Авениршăн хурланса çапла каласа макăрнă: Авенирăн йĕксĕк вилĕмĕпе вилмеллеччĕи вара?
(34) Аллусене сăнчăрламан пулнă, урусене тăлламан пулнă, анчах эсĕ хурах аллинчен ÿксе вилнĕ пек вилтĕн. Пĕтĕм халăх уншăн тата хытăрах йĕре пуçланă.
(35) Каç пуличчен пĕтĕм халăх Давид патне пынă та ăна апат çиме сĕннĕ, анчах Давид: эпĕ хĕвел аниччен çăкăр е мĕн те пулин астивсе пăхас пулсассăн, Турă мана ăна та, кăна та кăтарттăр, тата ытларах та кăтарттăр, тесе тупа тунă.
(36) Çакăн çинчен пĕтĕм халăх пĕлнĕ; патша мĕн туни пĕтĕмпех килĕшнĕ пек, çапла калани те халăха килĕшнĕ.
(37) Вара çав кун пĕтĕм халăх, пĕтĕм Израиль Авенирăн — Нир ывăлĕн — вилĕмĕ патшаран килменнине пĕлнĕ.
(38) Патша хăйĕн тарçисене каланă: пĕлетĕри, çакă кун Израильре çулпуç, чаплă çын, пуç хучĕ;
(39) эпĕ, патшана ларма çу сĕрнĕ çын пулсан та, халлĕхе вăйсăрха, ку çынсем вара, Саруия ывăлĕсем, манран вăйлăрах; усал тăвакана усаллăхне кура Çÿлхуçа тавăрса патăр! тенĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
4
(1) Саулывăлĕ [Иевосфей] АвенирХевронра вилни çинчен илтнĕ те, унăн алли лăштăрах усăннă, ĕнтĕ пĕтĕм Израиль аптăраса ÿкнĕ.
(2) Саул ывăлĕн [Иевосфейĕн] икĕ çарпуç пулнă; пĕри Баана ятлă, тепĕри Рихав ятлă пулнă, вĕсем Вениамин йăхĕнчи Реммонăн, Беероф хули çыннин, ывăлĕсем пулнă, Беероф вара Вениамин çĕрĕ шутланнă.
(3) Беероф халăхĕ Гифаим хулине тарса кайнă пулнă та çак кунчченех унта аякран куçса килнĕ çынсем пулса пурăннă.
(4) Саул ывăлĕн Ионафанăн ывăлĕ уксах пулнă. Саулпа Ионафан пирки Изреельрен хыпар çитнĕ чухне вăл пиллĕкре пулнă, ача пăхакан хĕрарăм ăна йăтнă та тарма пуçланă. Вăл васкаса чупнă чухне ача ÿкнĕ те уксах пулса юлнă. Унăн ячĕ — Мемфивосфей.
(5) Беероф çынни Реммонăн ывăлĕсем Рихавпа Баана кун хĕрсе кăна çитнĕ чухне Иевосфей çурчĕ патне пынă; лешĕ кăнтăрла вырăн çинче çывăрнă.
(6) [Хапха хуралçи, тулă тасатаканскер, тĕлĕрсе çывăрса кайнă пулнă та,] Рихавпа Баана, пĕртăвансем, тулă илме килнĕ çынсем пек пулса, пÿрте кĕнĕ; вĕсем Иевосфее хырăмран чикнĕ те тухса тарнă.
(7) Вĕсем пÿрте кĕнĕ чухне [Иевосфей] хăйĕн çывăрмалли пÿлĕмĕнче вырăнĕ çинче выртнă; вĕсем ăна вĕлернĕ те пуçне касса хăйсемпе пĕрле илсе кайнă, çĕрĕпе пушхирти çулпа утнă;
(8) Иевосфей пуçне Хеврона Давид патне илсе пынă та патшана çапла каланă: акă Иевосфейĕн, Саул ывăлĕн, санăн чунна шыракан тăшманун, пуçĕ; Çÿлхуçа ĕнтĕ патша хуçамăмшăн [санăн тăшманна] Саула тата унăн йăхне тавăрчĕ, тенĕ.
(9) Давид вара Рихавпа Баанана — пĕртăвансене, Беероф çынни Реммонăн ывăлĕсене —хуравласа каланă: Турă пур! Вăл ман чунăма пĕтĕм инкекрен хăтарчĕ! тенĕ;
(10) эпĕ ĕнтĕ хама: «Саулпа [Ионафан] вилчĕç» тесе хыпарлакана, хăйне савăнăçлă хыпарçă тесе шутлакана, парне парас вырăнне Секелагра тытса вĕлерттертĕм пулсассăн, пхалĕ сире — айăпсăр çынна хăйĕн килĕнче, хăйĕн вырăнĕ çинче вĕлернĕ юрăхсăр çынсене — хăвăр юхтарнă юншăн шыраса илмĕпи вара, сире çĕр çинчен тĕп тумăпи? тенĕ.
(12) Тарçисене хушнă та Давид, лешĕсене вĕлернĕ вара, вĕсен аллисемпе урисене касса татнă, вĕсене Хевронри пĕве хĕррине çакса хунă. Иевосфей пуçне вара Хевронра Авенир тупăклăхне пытарнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
5
(1) Çакăн хыççăн Израилĕн мĕнпур йăхĕ Давид патне Хеврона пынă та каланă: акă эпир — санăн шăмму, санăн ÿтÿ, тенĕ;
(2) ĕнерпе виçĕмкун кăнаха, Саул пирĕн патша пулнă чухне, эсĕ Израиль çыннисене çапăçăва илсе çÿреттĕн; Çÿлхуçа сана çапла каларĕ: малашне Манăн Израиль халăхце эсĕ пăхса усрăн, эсĕ Израиль çулпуçĕ пулăн, терĕ.
(3) Вара Израилĕн мĕнпур аслă çынни патша патне Хеврона пынă та, Давид патша вĕсемпе Çÿлхуçа умĕнче халал хывнă; Давида [пĕтĕм] Израиль патши пулма çу сĕрнĕ.
(4) Патшана ларнă чухне Давид вăтăрта пулнă; вăл хĕрĕх çул патшара ларнă.
(5) Хевронра вăл çичĕ çул та ултă уйăх таран Иудея патши пулнă, пĕтĕм Израиль пе Иудея патши пулса вăтăр виçĕ çул Иерусалимра патшара ларнă.
(6) Патшапа унăн çыннисем, иевусейсене хирĕç кайса, Иерусалима тапăннă, иевусейсем çак çĕршыв çыннисемех пулнă; анчах вĕсем Давида: эсĕ кунта кĕреймĕн; сана суккăрсемпе чăлахсем хăваласа ярĕç, тенĕ, ку ĕнтĕ «Давид кунта кĕреймĕ» тенине пĕлтернĕ.
(7) Анчах Давид Сион керемне парăнтарнă: ку — Давид хули.
(8) Вара Давид çав кун каланă: иевусейсене вĕлернĕ чухне кирек хăшĕ те Давид чунне курайман уксахсемпе суккăрсене те сăнăпа чиктĕр, тенĕ. Çавăнпа ĕнтĕ суккăрпа уксах [Çÿлхуçа] çуртне кĕреймĕ, теççĕ.
(9) Давид кереме вырăнаçнă, çавăнпа ăна Давид хули тесе ят панă, хулана вăл йĕритаврашĕпех, Милло теекен вырăнтан пуçласа йĕритаврах, шалтан та, тулашĕнчен те тĕреклĕлетнĕ.
(10) Давид ĕçĕсем ăнăçсах пынă, вăл вăй илсе çĕкленнĕ, Саваоф Çÿлхуçа Турă унпа пĕрле пулнă. “Хирам, Тир патши, Давид патне элчĕсем янă, вĕсемпе пĕрле кедр пĕрене тата каскалакансемпе чул купалакансем ярса панă; вĕсем Давида çурт лартса панă.
(12) Çакăн хыççăн Давид хăйне Çÿлхуçа Израиль патши пулма çирĕплетнине, Вăл ăна Хăйĕн Израиль халăхĕшĕн çĕкленине ăнланса илнĕ.
(13) Хевронран куçса килнĕ хыççăн Давид Иерусалимран та çумарăмсемпе арăмсем илнĕ.
(14) Давидăн ывăлсемпе хĕрсем çуралнă. Акă Иерусалимра çуралнисен ячĕсем: Самус, Совав, Нафан, Соломон,
(15) Евеар, Елисуа, Нафек, Иафиа,
(16) Елисама, Елидае, Елифалеф, [Самае, Иосиваф, Нафан, Галамаан, Иеваар, Феисус, Елифалаф, Нагев, Нафек, Ионафан, Леасамис, Ваалимаф тата Елифааф].
(17) Давида Израиль патши пулма çу сĕрнине пĕлсессĕн, Филистимсем пурте Давида шырама хускалнă. Давид çакна илтнĕ те кереме кайнă.
(18) Филистимсем çитнĕ те Рефаим айлăмне вырăнаçса тăнă.
(19) Давид Çÿлхуçаран тархасласа ыйтнă: манăн филистимсене хирĕç каймаллаи? вĕсене манăн аллăма парăни? тенĕ. Çÿлхуçа Давида каланă: кай, Эпĕ Филистимсене санăн аллуна парăп, тенĕ.
(20) Давид вара ВаалПерацим теекен вырăна кайнă, çавăнта Филистимсене аркатса тăкнă, çакăн хыççăн Давид каланă: Çÿлхуçа ман тăшманăмсене ман умрах шыв юхăмĕ аркатнăçĕмĕрнĕ евĕр хирсе тăкрĕ, тенĕ. Çавăнпа та çак вырăна Ваал-Перацим тесе ят панă.
(21) [Филистимсем] унта хăйсен йĕрĕхĕсене пăрахапăраха хăварнă та, Давид çыннисем вĕсене пуçтарнă, патша çавсене [вутра çунтарса яма хушнă.]
(22) Филистимсем каллех килнĕ те Рефаим айлăмне вырăнаçса тăнă.
(23) Давид Çÿлхуçаран тархасласа ыйтнă: [манăн филистимсене хирĕç каймаллаи, вĕсене манăн аллăма парăни? тенĕ.] Вăл ăна хуравласа каланă: хирĕç ан тух, хыçалтан çаврăн та пурçăн йывăççи ÿсекен ката енчен пыр;
(24) пурçăн йывăççисем çийĕн çын утнă пек сасă илтсессĕн хускал, çавăн чухне Филистимсен çарне пĕтерме сан умăнтан Çÿлхуçа иртсе кайĕ, тенĕ.
(25) Давид Çÿлхуçа хушнă пек тунă та Филистимсене Гавая хулинчен пуçласа Газер хули таранах аркатса тăкнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
6
(1) Давид каллех Израилĕн чи лайăх çар çыннисене пуçтарнă — вăтăр пин çын {* Грекла куçарнинче: çитмĕл пине яхăн }.
(2) Çакăн хыççăн Давид тата унпа пĕрле пулнă мĕнпур çын херувимсем çинче ларакан Саваоф Турă ячĕпе хисепленекен Турă саккунĕн арчине Иуда çĕрĕнчи Ваалран куçарса килме кайнă.
(3) Турă саккунĕн арчине çĕнĕ çар урапи çине лартнă та ăна тÿпемре ларакан Аминадав çуртĕнчен турттарса тухнă. Çĕнĕ çар урапине Аминадав ывăлĕсем — Оза тата Ахио — тытса пынă.
(4) Турă саккунĕн арчине лартнă çар урапине Аминадавăн тÿпемре вырăнаçнă çуртĕнчен хускатса тухнă; [Çÿлхуçа] саккунĕн арчи умĕнче Ахио утса пынă.
(5) Давид тата пĕтĕм Израиль ывăлĕ Çÿлхуçа умĕнче кипарис йывăçĕнчен тунă сăпрайсем каласа пынă, цитра, псалтирь, параппан, систр, кимвал сассисем янăраса тăнă.
(6) Нахон йĕтемĕ тĕлне çитсессĕн вăкăрсем урапана тайăлтарнă та, Оза, Турă саккунĕн арчи [ан ÿктĕр тесе,] аллине ун еннелле тăснă.
(7) Анчах Çÿлхуçа Озана çилленнĕ, çапла чăрсăрланнăшăн Турă ăна çавăнтах, Турă саккунĕн арчи умĕнчех, вĕлерсе пăрахнă.
(8) Çÿлхуçа Озана вĕлерсе пăрахнăшăн Давид питех те куляннă. Çав вырăна паянхи кунчченех Оза вилнĕ вырăн теççĕ.
(9) Çав кун Давид Çÿлхуçаран хăраса ÿкнĕ те: Çÿлхуçа саккунĕн арчине хам пата епле илсе кĕресха? тенĕ.
(10) Давид вара Çÿлхуçа саккунĕн арчине хăй патне, Давид хулине, илсе каяс темен, ăна Геф çынни Аведдар çурчĕ еннелле çавăрнă. иÇÿлхуçа саккунĕн арчи Геф çынни Аведдар çуртĕнче виçĕ уйăх пулнă, Çÿлхуçа ĕнтĕ Аведдара тата унăн пĕтĕм килне пилленĕ.
(12) Давид патша патне «Турă саккунĕн арчишĕн Аведдара тата унăн мĕн пуррине пурне те Çÿлхуçа пилленĕ» тесе хыпар çитерсессĕн, Давид кайнă та Турă саккунĕн арчине Аведдар çуртĕнчен Давид хулине чаплăн куçарса килнĕ. “Çÿлхуçа саккунĕн арчине çĕклесе пыракансем ултшар утăм тумассерен вăл парнелĕх пăру тата така панă.
(14) Давид Çÿлхуçа умĕнче савăнăçлăн сиккелесеташласа пынă, хăй вăл йĕтĕн ефод тăхăннă пулнă.
(15) Давид тата мĕнпур Израиль халăхĕ Çÿлхуçа саккунĕн арчине çапла савăнса, хаваслăн кăшкăрса, трупа кăшкăртса çĕклесе пынă.
(16) Çÿлхуçа саккунĕн арчине Давид хулине илсе кĕнĕ чухне Мелхола, Саул хĕрĕ, чÿречерен пăхса тăнă, Çÿлхуçа умĕнче сиккелесе те ташласа пыракан Давид патшана курсассăн, вăл ăна хăй ăшĕнче хурланă.
(17) Çÿлхуçа саккунĕн арчине кĕлĕ чатăрĕн варрине хăйĕн вырăнне лартнă, ку чатăра Давид ун валли тутарнă пулнă; вара Давид Çÿлхуçа умĕнче пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнесемпе канăçлăх парнисем кÿнĕ.
(18) Пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнесемпе канăçлăх парнисем кÿрсе пĕтерсессĕн, Давид халăха Саваоф Çÿлхуçа ячĕпе пилленĕ;
(19) ун хыççăн вăл пĕтĕм халăха, Израильсен пысăк йышне, [Данпа Вирсавия хушшинче пурăнакансене] — арçыннисене те, хĕрарăмĕсене те — кашнинех пĕрер çăкăр, пĕрер татăк ăшаланă аш тата пĕрер иçĕм кукăлĕ валеçсе панă. Вара çынсем килĕсене саланнă.
(20) Давид хăйĕн килне пиллеме таврăнсан, Саул хĕрĕ Мелхола ăна хирĕç тухнă [та ăна саламласа] çапла каланă: паян Израиль патши хăйне еплерех чапа кăларчĕ, ниме тăман çын çарамасланнă пек, хăйĕн чурисен арăмĕсем умĕнче çарамасланчĕ! тенĕ.
(21) Давид Мелхолăна каланă: Çÿлхуçа умĕнче [ташлăп эпĕ, Çÿлхуçа мухтавлă], Вăл мана санăн аçупа унăн килĕнчен те маларах хучĕ, мана Çÿлхуçа халăхĕн, Израилĕн, çулпуçĕ пулма çирĕплетрĕ; Çÿлхуçа умĕнче кĕвĕ те калăп, ташлăп та;
(22) эпĕ хама тата ытларах та хурлăп, хама хам ытларах та кĕçĕне хурăп, анчах эсĕ калакан хăрхăмсем умĕнче эпĕ мухтавлă пулăп, тенĕ.
(23) Саул хĕрĕн Мелхолăн вара хăй виличчен те ача пулман.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
7
(1) Патша хăйĕн керменĕнче пурăннă чухне, Çÿлхуçа ăна унăн мĕнпур таврари тăшманĕсенчен сыхă, лăпкă усранă чухне
(2) патша Нафан пророка çапла каланă: акă эпĕ кедр çуртра пурăнатăп, Турă саккунĕн арчи вара чатăрта ларать, тенĕ.
(3) Нафан патшана каланă: чĕрÿ мĕн шухăшланине ту — Çÿлхуçа санпа пĕрле, тенĕ.
(4) Анчах çав çĕрлех Нафана Çÿлхуçаран сăмах пулнă:
(5) кай та Манăн Давид чурама кала: Çÿлхуçа çапла калать, те: Ман валлн пурăнмалли Çурт эсĕ тăвасшăн-им?
(6) Израиль ывăлĕсене Египетран илсе тухнă вăхăтран пуçласа паян кунччен Эпĕ хăçан Çуртра пурăннă? хÿшĕре те чатăрта анчах куçса çÿренĕ.
(7) Пĕтĕм Израиль ывăлĕпе пĕрле Эпĕ ăçта кăна çÿремерĕм, анчах Хамăн Израиль халăхне кĕтсе çÿреме лартнă хăш йăха та пулин Эпĕ: «мĕншĕн Ман валли кедр Çурт лартмастăр?» тесе пĕр сăмах та пулин каланăи?
(8) Халĕ Манăн Давид чурама çапла кала: Саваоф Çÿлхуçа çапла калать, те: Эпĕ сана Хамăн Израиль халăхĕн çулпуçĕ пулма сурăх кĕтĕвĕ кĕтнĕ çĕртен илтĕм;
(9) вара, эсĕ ăçта çÿресессĕн те, пур çĕрте те Эпĕ санпа пĕрле пултăм, хăвăн умăнтах мĕнпур тăшманна тĕп турăм, санăн ятна, çĕр çинчи аслă çынсен ячĕ пек, асла кăлартăм.
(10) Эпĕ Хамăн халăхăм валли, Израиль валли, вырăн тупса парăп, ăна унта тĕпленсе пурăнмалла тăвăп, вăл хăйĕн вырăнĕнче лăпкăн та тăнăçлăн пурăнĕ, ÿлĕмрен канăçсăрланмĕ, усал çынсем ăна унчченхи пек, иХамăн Израиль халăхне ертсе пыма лартнă тÿресен вăхăтĕнчи пек, хĕсĕрлемĕç; мĕнпур тăшманна тĕп туса тăнăçлăн усрăп сана. Çÿлхуçа сана пĕлтерсе хурать: Вăл санăн килне туса çитерĕ.
(12) Кунусем вĕçленсессĕн, эсĕ аçусем патне ĕмĕрлĕх канăçа кайсассăн, санăн хыççăн Эпĕ санăн вăрлăхна çĕклентерĕп, вăл санăн ывăлу пулĕ, унăн патшалăхне çирĕплетĕп.
(13) Вăл Манăн ятăмпа Çурт туса лартĕ те, Эпĕ унăн патшалăхне ĕмĕрлĕхе çирĕплетĕп.
(14) Эпĕ унăн ашшĕ пулăп, вăл Манăн ывăлăм пулĕ; вăл çылăха кĕрес пулсассăн, Эпĕ ăна ар туйипе этем ывăлĕсем урлă хаса парăп;
(15) анчах унран Хамăн ырăлăхăма туртса илмĕп: вăл Эпĕ сан умăнтан сирнĕ Саул мĕн курнине — Манăн ырăлăхăмсăр тăрса юлнине — курмĕ.
(16) Санăн килÿ, санăн патшалăху Ман умăмра ĕмĕрĕмĕр тĕреклĕ пулĕ, санăн аслă пукану ĕмĕрĕпех тĕреклĕ ларĕ.
(17) Çак мĕнпур сăмаха тата хăйне мĕн курăннине Нафан йăлтах Давида каласа панă.
(18) Çакăн хыççăн Давид патша Çÿлхуçа умне пырса тăнă та çапла каланă: эй Çÿлхуçамăм, Çÿлхуçамăм, мана çаплах çĕклеме камах ĕнтĕ эпĕ, мĕнех ĕнтĕ манăн килĕм?
(19) Эй Çÿлхуçамăм, Çÿлхуçамăм, çакă та сахал пек курăннăçке Санăн куçу умĕнче; Эсĕ тата Хăвăн чурун килĕн малашлăхне те пĕлтерсе хутăн. Çÿлхуçамăм, Çÿлхуçамăм, ара, Эсĕ çынсемпе ялан çапла калаçатăн-им?
(20) Сана Давид тата мĕнех калама пултарĕ? Эй Çÿлхуçамăм, Çÿлхуçамăм, Эсĕ Хăвăн чуруна пĕлетĕн!
(21) Эсĕ çакна Хăвăн сăмахушăн тата Хăвăн чĕрÿ хушнипе тăватăн — Хăвăн чуруна çак аслăлăха уçса паратăн.
(22) Эй Çÿлхуçамăм, Çÿлхуçамăм, Эсĕ пур тĕлĕшпе те аслă! хамăр хăлхамăрпа мĕнмĕн илтнинчен пĕлетпĕр эпир: Сан евĕрли çук, Сансăр пуçне урăх Турă çук.
(23) Тата кам танлашма пултарĕ Санăн халăхупа, Израиль халăхĕпе? Çĕр çинче пурăнакансенчен Турă пĕртенпĕр çак халăха çеç Хăй халăхĕ тума пынă, Хăвăн ятна чапа кăларса, Хăвăн халăху умĕнче аслă та хăрушă ĕç туса, ăна Египет аллинчен туртса илнĕ, унти халăхсене, вĕсен туррисене хăваласа янă.
(24) Эсĕ Израиль халăхне ĕмĕрлĕхе Хăвăн халăху турăн, эй Çÿлхуçамăм, Эсĕ унăн Турри пулса тăтăн.
(25) Халĕ вара, Çÿлхуçа Туррăм, Хăвăн чуру пирки, унăн килĕ пирки каланă сăмахна çирĕплет, Ху каланине тÿрре кăлар.
(26) Санăн яту ĕмĕрĕмĕрĕпе аслă пултăр, ĕнтĕ çапла калаччăр: Саваоф Çÿлхуçа — Израиль Турри, теччĕр. Давид чурун килĕ Санăн умăнта тĕреклĕ пултăр.
(27) Эсĕ, Саваоф Çÿлхуçа, Израиль Турри, Хăвăн чуруна: «санăн килне туса çитерĕп» тесе пĕлтертĕн те, Санăн чуру хăйĕн чĕрине Сана кĕлтума, çакă кĕлĕпе кĕлтума, хатĕрлесе çитерчĕ.
(28) Эй Çÿлхуçамăм, Çÿлхуçамăм! Эсĕ — Турă, Санăн сăмахусем шанчăклă, Эсĕ Хăвăн чуруна пысăк ырăлăх пĕлтерсе хутăн.
(29) Эй Çÿлхуçамăм, Çÿлхуçамăм, Хăвăн чурун килне пиллеме кăмăл тусамччĕ, вăл ĕмĕрĕмĕрех Санăн умăнта пултăр — ĕнтĕ Эсĕ çакăн çинчен пĕлтерсе хутăн. Эсĕ пиллĕх парсассăн Санăн чурун килĕ пиллĕхлĕ пулĕ, ĕмĕрĕмĕр вăл [Сан умăнта тăрĕ].
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
8
(1) :Çакăн хыççăн Давид Филистимсене çĕмĕрсе тăкнă, парăнтарнă вĕсене, Давид Филистимсен аллинчен МефегГаамма хулине туртса илнĕ.
(2) Вăл моавсене те парăнтарнă, вĕсене çĕр çине вырттарса тухнă та рете вĕренпе виçеленĕ; вĕлермешкĕн икĕ вĕренлĕх, чĕрĕ хăвармашкăн пĕр вĕренлĕх виçнĕ. Моавсем вара Давида хырçă тÿлесе тăракан чура пулса тăнă.
(3) Давид ĕнтĕ Адраазара та — Рехов ывăлне, Сува патшине — парăнтарнă, ун чухне лешĕ [Евфрат] шывĕ хĕрринче çĕнĕрен пуç пулас шутпа вăрçăпа тухнă пулнă;
(4) Давид унран пин те çичçĕр юланутçă {Грекла куçарнинче: пин çар урапи тата çичĕ пин юланутçă.} тата çирĕм пин çуран çын ярса илнĕ, çар урапи кÿлекен лашасен шăнăрĕсене касакаса татнă, вĕсенчен [хăйне] валли çĕр урапа кÿлмелĕх çеç хăварнă.
(5) Сува патшине Адраазара пулăшма Сири çыннисем, Дамаскра пурăнаканскерсем, çитнĕ; Давид вĕсен çирĕм икĕ пин çыннине пĕтерсе тăкнă.
(6) Давид вара Дамаск хулинче, Сирире, хурал çарĕсем тăратнă та, Сири çыннисем Давида хырçă тÿлесе тăракан чура пулса тăнă.
(7) Давид ĕнтĕ, Адраазар чурисенчен ылтăн хулканĕсене туртса илсе, вĕсене Иерусалима илсе кайнă. [Кайран вĕсене Египет патши Сусаким, Соломон ывăлĕ Ровоам вăхăтĕнче Иерусалима тапăнсан, туртса илнĕ.]
(8) Беф хулипе Бероф хулинче — Адраазар хулисенче — Давид патша питĕ нумай пăхăр ярса илнĕ, [унран Соломон пăхăр тинĕспе пăхăр юпасем, çăвăнмалли савăтсем тата ытти савăтсапа тутарнă].
(9) Фой — Имаф патши — Давид Адраазарăн пĕтĕм çарне аркатса тăкни çинчен илтнĕ те
(10) Иорама, хăйĕн ывăлне, Давид патша патне янă: ăна саламлама тата Адраазарпа çапăçнăшăн, ăна çĕмĕрсе тăкнăшăн тав тума хушнă, мĕншĕн тесессĕн Адраазар Фоя хирĕç вăрçă вăрçнă пулнă. Иорам хăйпе пĕрле ылтăн, кĕмĕл, пăхăр савăтсапа илсе пынă.
(11) – (12) Давид патша çакна та Çÿлхуçана халалланă, хăй пăхăнтарнă мĕнпур халăхсенчен — Сири çыннисемпе моавсенчен, аммонсемпе Филистимсенчен, амаликсенчен — туртса илнĕ ылтăнкĕмĕле те, Адраазартан — Рехов ывăлĕнчен, Сува патшинчен — туртса илнĕ ылтăнкĕмĕле те Турра халалланă.
(13) Давид, Тăварлă айлăмра Сири çыннисене вунсакăр пин аркатса таврăнсан, хăйĕн ятне чапа кăларнă.
(14) Вăл Идумея çĕрĕнче хурал çарĕсем тăратса тухнă; пĕтĕм Идумея çĕрĕнче хурал çарĕсем тăратнă хыççăн идумейсем пурте Давид чури пулса тăнă. Кирек ăçта кайсассăн та Давида пур çĕрте те Турă упранă.
(15) Давид пĕтĕм Израиль патши пулнă, вăл хăйĕн пĕтĕм халăхне тÿрĕ сут туса, тĕрĕссине туса тăнă.
(16) Саруия ывăлĕ Иоав — çарпуç, Ахилуд ывăлĕ Иосафат — кулленхи ĕçсене çырса пыраканĕ,
(17) Ахитув ывăлĕ Садок тата Авиафар ывăлĕ Ахимелех — священниксем, Сераия — çыруçă,
(18) Иодай ывăлĕ Ванея вара хелефейсемпе фелефейсен {Хелефейсемпе фелефейсем — патша сыхлавçисем} пуçлăхĕ пулнă; Давид ывăлĕсем йатша çумĕнчи пĕрремĕш çынсем пулнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
9
(1) Давид каланă: Саул килĕнчен тата кам та пулин чĕрĕ юлманши? эпĕ ăна Ионафаншăн ырă тунă пулăттăм, тенĕ.
(2) Саул килĕнче Сива ятлă чура пулнă; вара ăна Давид патне чĕнсе илнĕ те, патша ăна каланă: эсĕ Сиваи? тенĕ. Лешĕ: эпĕ, санăн чуру, тенĕ.
(3) Патша каланă: Саул килĕнчен тата кам та пулин çукши? эпĕ ăна Турă ырăлăхне кÿнĕ пулăттăм, тенĕ. Сива патшана каланă: Ионафан ывăлĕ пур, уксах ураллăскер, тенĕ.
(4) Патша ăна каланă: ăçта вăл? тенĕ. Сива ĕнтĕ патшана каланă: вăл Аммиэл ывăлĕ Махир килĕнче, Лодевар хулинче, тенĕ.
(5) Давид патша çынсем янă та, ăна Лодевартан Аммиэл ывăлĕ Махир килĕнчен илсе килнĕ.
(6) Мемфивосфей — Саул ывăлĕн Ионафанăн ывăлĕ — Давид патне килнĕ те [патшана] çĕре ÿксе пуççапнă. Давид: Мемфивосфей! тенĕ. Лешĕ: санăн чуру кунтах, тенĕ.
(7) Давид ăна çапла каланă: ан хăра; эпĕ сана аçушăн, Ионафаншăн, ырă тăвăп, сана Саул аслаçун пĕтĕм уйхирне тавăрса парăп, эсĕ яланах ман сĕтелĕм хушшинче çăкăр çийĕн, тенĕ.
(8) [Мемфивосфей] пуççапнă та каланă: камах ĕнтĕ санăн чуру — эсĕ мана, вилĕ йытă евĕрлĕскерне, хăвăн хÿттÿне илетĕн, тенĕ.
(9) Давид вара Саул тарçине Сивана чĕнсе илнĕ те каланă: Саулăн тата унăн килĕн ĕлĕк мĕн пулнине пĕтĕмпех эпĕ санăн хуçун ывăлне паратăп, тенĕ;
(10) ĕнтĕ эсĕ те, санăн ывăлусем те, санăн чурусем те ун валли çĕр ĕçлесе тăрăр, çĕр çимĕçне ăна парса тăрăр — хуçу ывăлĕн тăранса пурăнмалăх çăкăр пултăр; хуçу ывăлĕ Мемфивосфей вара яланах ман сĕтелĕм хушшинче апат çийĕ, тенĕ. Сиван вунпилĕк ывăл тата çирĕм чура пулнă;
(11) Сива патшана çапла каланă: патша хуçамăм хăйĕн чурине мĕн хушнине унăн чури йăлтах пурăнăçа килтерĕ, тенĕ. Мемфивосфей вара, патша ывăлĕсенчен пĕри пулнă пек, [Давид] сĕтелĕ хушшинче патшапа пĕрле апат çинĕ.
(12) Мемфивосфейĕн Миха ятлă пĕчĕк ывăлĕ пулнă. Сива çуртĕнче пурăнакансем пурте Мемфивос фей чури пулнă.
(13) Мемфивосфей ĕнтĕ Иерусалимра пурăннă, мĕншĕн тесессĕн вăл яланах патша сĕтелĕ хушшинче апатланнă. Вăл икĕ урипе те уксахланă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
10
(1) Кăштах вăхăт иртсессĕн аммонсен патши вилнĕ, ун вырăнне унăн ывăлĕ Аннон патшана ларнă.
(2) Давид каланă: Аннона — Наас ывăлне — ашшĕ хама ырă тунăшăн ырă тăвамха, тенĕ. Давид хăйĕн тарçисене ашшĕ вилнишĕн кулянакан Аннона лăплантарма янă. Давид тарçисем аммонсен çĕрне пырса çитнĕ.
(3) Анчах аммонсен çулпуçĕсем Аннона, хăйсен хуçине, çапла каланă: Давид санăн аçуна хисепленĕрен йăпатакансем янă тесе шутлатăним эсĕ? хула пăхма, унта мĕн пуррине курса кайма, кайран ăна килсе аркатма ямани Давид хăйĕн тарçисене? тенĕ.
(4) Аннон вара Давид тарçисене ярса тытнă та кашнийĕн çур сухалне хырса янă, тумтирĕсене те çурри таран, пилĕк таран, касса кĕскетнĕ те каялла кăларса янă.
(5) Давида çакăн çинчен хыпар çитерсессĕн, вăл вĕсене хирĕç çын янă, мĕншĕн тесессĕн лешĕсене питех те чыссăрлатнă пулнă. Патша вĕсене çапла калама хушнă: сухалăр ÿссе çитиччен Иерихонра пулăр, кайран тин таврăнăр.
(6) Аммонсем ĕнтĕ хăйсем Давидăн курайман çыннисем пулса тăнине туйса илнĕ; вара вĕсем кĕрĕшнĕ çар пуçтарнă: БефРеховра тата Сувара пурăнакан Сири çыннисенчен çирĕм пин çуран çынна, [Амалик] патшинчен Маахаран пин çынна, Истов çĕрĕнчен вуникĕ пин çынна тара илнĕ.
(7) Çакăн çинчен илтсессĕн Давид вĕсене хирĕç Иоав ертсе пыракан паттăрсен çарне кăларса янă.
(8) Аммонсем тухнă та хула хапхи çывăхĕнче çапăçăва хатĕрленсе тăнă, Сувапа Реховран килнĕ Сири çыннисем тата Истовран, Мааха патша патĕнчен килнисем вара хирте уйрăммăн тăнă.
(9) Иоав тăшман çарĕсем малта та, хыçра та тăнине курнă та, Израилĕн чи паттăр çар çыинисене суйласа илсе, вĕсене Сири çыннисене хирĕç йĕркелесе тăратнă;
(10) ыттисене хăйĕн шăллĕне Авессана шанса панă, вĕсене аммонсене хирĕç йĕркелесе тăратма хушнă. пИоав вара çапла каланă: эхер те Сири çыннисем мана хĕсме тытăнсан, мана эсĕ пулăшăн, эхер те аммонсем сана хĕсме тытăнсан, сана эпĕ пулăшма пырăп;
(12) хăюллă пул, хамăр халăхшăн, хамăр Туррăмăр хулисемшĕн çирĕп тăрăпăр, Çÿлхуçа вара Хăйне кирлĕ пек тутăр, тенĕ.
(13) Иоав тата унпа пĕрле пулнă халăх Сири çыннисене хирĕç çапăçăва кĕнĕ те, лешĕсем унран тарма пуçланă.
(14) Аммонсем вара, Сири çыннисем тарнине курса, Авессаран тарма пуçланă та хулана кĕрсе пытаннă. Иоав ĕнтĕ аммонсем патĕнчен Иерусалима таврăннă.
(15) Сири çыннисем, хăйсене Израильсем çĕнтернине курса, пĕрле пуçтарăннă.
(16) Адраазар ĕнтĕ [Халамак] шывĕн леш енче пурăнакан Сири çыннисене чĕнтерсе илнĕ, лешĕсем Елам хули патне пынă; вĕсене Адраазарăн çарпуçĕ Совак ертсе пынă.
(17) Давида çакăн çинчен хыпар çитерсессĕн, вăл Израильсене пурне те пуçтарнă та Иордан урлă каçса Елам патне çитнĕ. Сири çыннисем Давида хирĕç йĕркеленсе тăнă та ăна хирĕç çапăçнă.
(18) Сири çыннисем Израиль çарĕнчен тарма пуçланă. Давид Сири çыннисен çичçĕр çар урапине, хĕрĕх пин юланутçине тĕп тунă; Совак çарпуçа та амантнă, вăл унтах вилсе выртнă.
(19) Адраазара пăхăнса тăракан патшасем, хăйсене Израильсем аркатса тăкнине курсассăн, Израильсемпе килĕшÿ тунă та ăна пăхăннă. Сири çыннисем вара аммонсене текех пулăшма хăранă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
11
(1) Çулталăкран, патшасем вăрçă хускатас вăхăт çитсессĕн, Давид Иоава, унпа пĕрле хăйĕн тарçисене тата Израильсенĕн пĕтĕм çарне вăрçа кăларса янă; вара вĕсем аммонсене парăнтарнă та Равва хулине хупăрласа илнĕ; Давид Иерусалимра юлнă.
(2) Пĕррехинче каçхине Давид вырăн çинчен тăрсан, патша керменĕн лаптак тăрринче уткаласа çÿренĕ чухне, шыва кĕрекен хĕрарăма курах кайнă; хĕрарăмĕ питĕ хитре пулнă.
(3) Вара Давид ку хĕрарăм кам иккенне пĕлме янă. Ăна çапла пĕлтернĕ: ку — Вирсавия, Елиам хĕрĕ, хет çыннин Уриян арăмĕ, тенĕ.
(4) Давид хăйĕн тарçисене ăна илсе килме янă; хĕрарăм ĕнтĕ ун патне килнĕ, Давид унпа çывăрнă. Тасамарлăхĕнчен тасалсассăн, Вирсавия хăйĕн килне таврăннă.
(5) Ку хĕрарăмăн çие юлнă та, вăл Давид патне «эпĕ йывăрлантăм» тесе пĕлтерме çын янă.
(6) Давид вара Иоав патне çын янă, ăна çапла калама хушнă: хет çыннине Урияна ман патăма килме кала. Иоав ĕнтĕ Урияна Давид патне янă.
(7) Урия ун патне килнĕ те, Давид унран Иоав çинчен, çар çыннисем çинчен тата вăрçăри ларутăру çинчен ыйтса пĕлнĕ.
(8) Давид Урияна каланă: килне кай та уруна çу, тенĕ. Урия патша керменĕнчен тухнă кăна, ун хыççăнах патша парнине йăтса пынă.
(9) Анчах Урия патша керменĕн хапхи умĕнчех хуçи тарçисемпе пĕрле çывăрнă, килне кайман.
(10) Давида çапла каласа хыпар çитернĕ: Урия килне каймарĕ, тенĕ. Давид вара Урияна каланă: акă эсĕ аякран килнĕ, мĕншĕнха хăвăн килне каймарăн? тенĕ. пУрия Давида каланă: [Турă] саккунĕн арчи те, Израиль те, Иуда та — чатăрсенче, Иоав хуçамăм та, хуçамăн чурисем те — хирте, манăн вара килĕме ĕçме те çиме тата арăмăмпа çывăрма каймаллаччĕи? санăн пурăнăçупа, санăн чунун пурăнăçĕпе тупа тăватăп, эпĕ çапла тăваймастăп, тенĕ.
(12) Çакăн хыççăн Давид Урияна каланă: паянлăха та кунтах юл, ыран сана кăларса ярăп, тенĕ. Урия тепĕр кунччен Иерусалимрах юлнă.
(13) Давид ăна хăй патне чĕннĕ, Урия патша умĕнче çинĕ те, ĕçнĕ те, Давид ăна ĕçтерсе ÿсĕртнĕ. Анчах Урия каçпа та килне кайман, каллех хуçи чурисемпе пĕрле çывăрнă.
(14) Ир çинче Давид вара Иоав пат не çыру çырнă та ăна Урия урлă парса янă.
(15) Çырăвĕнче вăл çапла çырнă пулнă: «Аçта чи вирлĕ çапăçу пулать, Урияна çавăнта тăрат, хăвăр унран пăрăнăр, вăл вилмелли вырăнта тăтăр, вилтĕр» тенĕ.
(16) Çавăнпа та, хулана çавăрса илнĕ чухне аммонсен чи харсăр çыннисем хăш тĕлте хÿтĕленнине пĕлсе, Иоав çав вырăна Урияна тăратнă.
(17) Çынсем хуларан тухнă та Иоавпа çапăçу пуçарнă, халăх хушшинчен тата Давид тарçисем хушшинчен темиçе çын пĕтнĕ; вĕсемпе пĕрле хет çыннине Урияна та вĕлернĕ.
(18) Вара Иоав çапăçу мĕнле иртни çинчен Давида пĕлтерме çын янă.
(19) Каякан çыннине çапла хушса янă: эсĕ патшана çапăçу çинчен каласа панă чухне
(20) патша çилленсе кайнине курсассăн, вăл сана çапла каласассăн: «Мĕншĕн эсир хула çывăхнех çапăçма пынă? эсир хăвăра хÿме çинчен пеме пултарасса пĕлмен-им?
(21) Авимелеха, Иероваал ывăлне, кам вĕлерчĕ? хÿме çинчен арман чулĕн катăкне пăрахаканĕ, [ăна лектерекенĕ] хĕрарăм пулмарĕиха, çавна пула вăл Тевецра вилмерĕиха? Мĕншĕн эсир хÿме çывăхнех пынă?» тесессĕн, эсĕ: «санăн чуру хет çынни Урия та вилчĕ» теме ан ман, тенĕ.
(22) [Иоав янă çын патша патне Иерусалима] çитнĕ те Иоав мĕн хушса янине, çапăçу мĕнле пулса иртнине пĕтĕмпех Давида каласа кăтартнă. [Давид Иоава çилленсе кайса çав çынна каланă вара: мĕншĕн эсир хула çывăхнех çапăçма пынă? эсир хăвăра хÿме çинчен пеме пултарасса пĕлмен-им? Авимелеха, Иероваал ывăлне, кам вĕлерчĕ? хÿме çинчен арман чулĕн катăкне пăрахаканĕ хĕрарăм пулмарĕиха, çавна пула вăл Тевецра вилмерĕиха? Мĕншĕн эсир хÿме çывăхнех пынă? тенĕ.]
(23) Иоав янă çын Давида каланă: çав çынсем пире хÿтерме тытăнчĕç, пирĕн пата хирех тухрĕç, эпир вĕсене хапха умне çитиех хăваларăмăр;
(24) вара тĕкĕрçĕсем хÿме çинчен санăн чурусене пеме пуçларĕç те, патша чурисенчен хăшпĕри вилчĕ; санăн чуру та, хет çынни Урия, вилчĕ.
(25) Давид вара Иоав янă çынна каланă: Иоава кала: «Ку ĕç сана ан пăшăрхантартăр — хĕç вăл пĕр чухне пĕрин, тепĕр чухне тепĕрин пуçне çиет; хулана хирĕç вирлĕрех çапăç та аркатса тăк ăна». Çапла хавхалантар ăна, тенĕ.
(26) Урия арăмĕ хăйĕн упăшки вилни çинчен илтнĕ те уншăн хытă макăрнă.
(27) Хÿхлев вăхăчĕ иртсессĕн Давид çын янă та ăна хăйĕн килне илсе килтернĕ. Вăл вара Давид арăмĕ пулса тăнă, ăна ывăл çуратса панă. Давид тунă çак ĕç Çÿлхуçа умĕнче усал ĕç пулнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
12
(1) Çакăн хыççăн Çÿлхуçа вара Давид патне Нафан [пророка] янă, лешĕ ун патне пынă та каланă: пĕр хулара икĕ çын пулнă, пĕри — пуян, тепĕри — чухăн;
(2) пуяннин вак выльăх та, шултăра выльăх та питĕ йышлă пулнă,
(3) чухăннин вара пĕртенпĕр сурăхсăр пуçне нимĕн те пулман, вăл ăна путеклех туяннă та çитерсе ÿстернĕ, çак путек унăн ачисемпе пĕрле ÿснĕ; унăн çиес çăкăрне çинĕ, унăн алтăрĕнчен ĕçнĕ, унăн кăкăрĕ çумĕнче çывăрнă, вăл уншăн хĕрĕ пекех пулнă;
(4) пуян çын патне çулçÿрен кĕнĕ те, лешĕ çулçÿрен валли [апат] хатĕрлеме хăйĕн сурăхне е вăкăрне хĕрхеннĕ, вăл ĕнтĕ чухăнăн сурăхне пуснă та çав çын валли апат хатĕрленĕ.
(5) Давид çак çынна тарăхса кайнă та Нафана каланă: Турă пур! çавăн пек тунă çын вилĕме тивĕçлĕ;
(6) çапла тунăшăн, хĕрхенме пĕлменшĕн унăн сурăхшăн тăватă хут тÿлемелле, тенĕ.
(7) Нафан вара Давида каланă: [çавăн пек тунă] çын — эсĕ вăл, тенĕ. Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕ çапла калать: Эпĕ сана Израиль патши пулма çу сĕртĕм, Эпĕ сана Саул аллинчен хăтартăм,
(8) сана хуçун çуртне тата хуçун арăмĕсене патăм, сана Израильпе Иуда килне патăм, [саншăн] çакă та сахал пулсассăн, сана тата та хушса панă пулăттăм;
(9) мĕншĕн эсĕ Çÿлхуçа сăмахне уямарăн, Унăн куçĕ умĕнче усал ĕç турăн? Хет çыннине Урияна эсĕ хĕçпе вĕлертĕн; унăн арăмне хăвăн арă му турăн, Урияна вара аммонсен хĕçĕпе вĕлертĕн;
(10) Мана уяманшăн тата хет çыннин Уриян арăмне хăвăн арăму пулма илнĕшĕн санăн килÿнтен ĕмĕрĕпе те хĕç хăпмĕ, тесе калать, тенĕ. пÇапла калать Çÿлхуçа: акă Эпĕ сан çине хăвăн килÿнтенех усаллăх ярăп, хăвăн куçу умĕнчех арăмусене илĕп те вĕсене хăвăн çывăх çыннуна парăп, вăл вара санăн арăмусемпе çак хĕвел умĕнчех çывăрĕ;
(12) эсĕ вăрттăн турăн, Эпĕ вара çакна пĕтĕм Израиль умĕнче, хĕвел умĕнче тăвăп, тет.
(13) Давид ĕнтĕ Нафана каланă: эпĕ Çÿлхуçа умĕнче çылăха кĕтĕм, тенĕ. Нафан Давида каланă: Çÿлхуçа санăн çылăхна каçарчĕ; эсĕ вилместĕн,
(14) анчах эсĕ çак ĕçÿпе Çÿлхуçа тăшманĕсене Ăна хурлама сăлтав тупса патăн, çавăнпа та санăн çуралнă ывăлу вилĕ, тенĕ.
(15) Нафан ĕнтĕ килне кайнă. Давида Урия арăмĕ çуратса панă ача вара Çÿлхуçа ирĕкĕпе чирлесе ÿкнĕ.(16) Давид ĕнтĕ ачашăн Турра тархасласа кĕлтунă, Давид типĕ тытнă, пĕрпĕччен çĕр çинче выртса çĕр каçнă.
(17) Ун патне хăй йăхĕнчи аслă çынсем пынă, ăна çĕртен çĕклесе тăратасшăн пулнă; анчах вăл тăрасшăн пулман, вĕсемпе пĕрле апат та çимен.
(18) Çиччĕмĕш кунхине ача вилнĕ, тарçисем Давида ача вилсе кайни çинчен пĕлтерме хăранă; вĕсем çапла каланă: ача пурăннă чухне эпир ăна йăпатса калаçаттăмăр, вăл пире ун чухне те итлемерĕ, «ача вилчĕ» тесе мĕнле каласха ăна? Вăл мĕн те пулин ырă мар ĕç туса хурĕ, тенĕ.
(19) Давид ĕнтĕ тарçисем пĕрпĕринпе пăшăлтатнине курнă та ача вилнине ăнкарса илнĕ, Давид хăйĕн тарçисенчен ыйтнă: ача вилчĕ-им? тенĕ. Ăна: вилчĕ, тенĕ.
(20) Ун хыççăн Давид çĕр çинчен тăнă, çăвăннă, çупа сĕрĕннĕ, тумтирне улăштарнă, вара Çÿлхуçа Çуртне кайнă, кĕлтунă. Киле таврăнсассăн хăйне апат пама хушнă та, вăл апатланнă.
(21) Тарçисем ăна каланă: эсĕ мĕншĕн çапла тăватăн? ача чĕрĕ чухне эсĕ типĕ тытрăн, макăртăн, [çывăрмарăн]; ача вилчĕ те, эсĕ ура çине тăтăн, апат çирĕн, [ĕçрĕн], тенĕ.
(22) Давид каланă: ача чĕрĕ чухне эпĕ типĕ тытрăм, макăртăм, кам пĕлес пур, тен, Çÿлхуçа мана каçарĕ те, ача чĕрĕ юлĕ тесе шухăшларăм.
(23) Халĕ вара ача вилчĕ; мĕншĕн типĕ тытмаллаха манăн? Эпĕ ăна каялла тавăрăпи? Эпĕ ун патне кайăп, анчах вăл ман патăма таврăнмĕ.
(24) Давид ĕнтĕ хăйĕн арăмне Вирсавияна йăпатнă, ун патне кĕнĕ, унпа çывăрнă; Вирсавия [йывăрланнă та] ывăл çуратнă, ăна Соломон тесе ят панă. Çÿлхуçа Соломона юратнă,
(25) Вăл унта Нафан пророка янă та, лешĕ Çÿлхуçа сăмахĕ тăрăх ачана Иедидиа {Турă юратаканскерĕ} тесе ят панă.
(26) Иоав ĕнтĕ аммонсен хулине Раввăна хирĕç çапăçнă, патша хулине хальхаль ярса илесси çеç юлнă.
(27) Иоав вара Давид патне çапла калама çын янă: эпĕ Раввăна тапăнтăм та хула шывне ярса илтĕм;
(28) халĕ ĕнтĕ ытти халăха пуçтар та хула патне килсе ăна ярса ил: эпĕ ярса илес пулсассăн, ăна манăн ята парĕç.
(29) Давид вара пĕтĕм халăха пуçтарнă та Равва патне çитнĕ, ăна хирĕç çапăçнă, ăна туртса илнĕ.
(30) Давид вĕсенĕн патши пуçĕнчен пуçкăшăльне хывса илнĕ,— унта пĕр талант ылтăн та темĕн чухлĕ хаклă йышши чул пулнă,— Давид ăна хăйĕн пуçне тăхăннă, тата хуларан питĕ нумай пурлăх илсе тухнă.
(31) Унти халăха вара хуларан илсе тухнă та вĕсене пăчкă, тимĕр тăпачă, тимĕр пуртă айне тунă, вĕсене çунакан кăмакана пăрахнă. Аммонсен мĕнпур хулине вăл çапла тунă. Çакăн хыççăн Давид тата пĕтĕм халăх Иерусалима таврăннă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
13
(1) Каярахпа акă мĕн пулса иртнĕ: Авессаломăн, Давид ывăлĕн, Фамарь ятлă хитре йăмăкĕ пулнă, ăна Давид ывăлĕ Амнон юратса пăрахнă.
(2) Амнон ĕнтĕ тем тĕрлĕ çуннă, Фамаре пула, хăйĕн йăмăкне пула, чирлесех кайнă: вăл чыслă хĕр пулнă та, Амнона çак хĕре нимĕн те тума май çук пек туйăннă.
(3) Амнонăн вара Ионадав ятлă тусĕ пулнă, çавă — Давид пиччĕшĕн Самайăн ывăлĕ — питĕ чее çын пулнă.
(4) Вăл Амнона каланă: патша ывăлĕ, мĕне пула кунсерен ырханланса пыратăн эсĕ, чунна уçса памăни мана? тенĕ. Амнон ăна каланă: эпĕ Фамаре, Авессалом шăллăмăн йăмăкне, юрататăп, тенĕ.
(5) Ионадав ăна каланă: вырăну çине вырт та чирленĕ пек пул; сана аçу курма килсессĕн, çапла кала ăна: Фамарь йăмăкăм килтĕрччĕ те мана апат çитерсе вăйхал кÿтĕрччĕ, апатне манăн куçăм умĕнчех хатĕрлетĕрччĕ, эпĕ курса тăрам та ун аллинчен çием.
(6) Амнон чирленĕ пек пулса выртнă, патша ăна курма килнĕ; вара Амнон патшана каланă: Фамарь йăмăкăм килтĕрччĕ те манăн куçăм умĕнчех пĕрикĕ пашалу пĕçертĕрччĕ, эпĕ унăн аллинчен çием, тенĕ.
(7) Патша вара Фамарь патне çапла калама çын янă: Амнон пиччÿ килне кай та ăна апат хатĕрлесе пар.
(8) Фамарь ĕнтĕ Амнон пиччĕшĕн килне кайнă; лешĕ вара вырăнпах выртнă. Фамарь çăнăх илнĕ те чуста çăрнă, Амнон куçĕ умĕнчех пашалу пĕçернĕ,
(9) унтан пашалăвне çатма çинчен илнĕ те Амнон умне хурса панă; анчах вăл çиесшĕн пулман. Амнон: пурте тухчăр ман патăмран, тенĕ. Ун патĕнчи çынсем пурте тухса кайнă.
(10) Амнон вара Фамаре каланă: апата шалти пÿлĕме илсе кай, эпĕ санăн аллунтан çийĕп, тенĕ. Фамарь хăй хатĕрленĕ пашалусене илнĕ те Амнон пиччĕшĕ валли шалти пÿлĕме илсе кĕнĕ. пФамарь апата пиччĕшне çитересшĕн ун умне хунă чухне Амнон ăна аллинчен ярса тытнă та: кил, вырт манпа пĕрле, йăмăкăм, тенĕ.
(12) Анчах Фамарь каланă: çук, пиччем, ан чыссăрлат мана, Израильре ун пек тумаççĕ; ăссăрла ан хăтлан.
(13) Чыссăрлăха тухсассăн, эпĕ, эпĕ ăçта кайса кĕремха? Эсĕ, эсĕ вара Израильре ăссăррисенчен пĕри пулăн; эсĕ патшапа калаçса пăх; вăл мана сана качча пама хирĕç пулмĕ, тенĕ.
(14) Анчах Амнон ăна итлесшĕн те пулман, ăна вăйпах пăхăн тарса пусмăрланă, унпа пĕрле выртнă.
(15) Çавăн хыççăн Амнон ăна хăрушла курайми пулнă, унăн курайманлăхĕ малтанхи юратăвĕнчен те вăйлăрах пулнă; вара Амнон ăна: тăр та тухса кай, тенĕ.
(16) [Фамарь] ăна каланă: çук, [пиччем]; мана хăваласа яни — малтан тунă ĕçÿнтен те усалрах, тенĕ. Анчах Амнон ăна итлесшĕн те пулман.
(17) Вăл ĕнтĕ хăйĕн тарçине чĕнсе илнĕ те каланă: çакна ман патăмран хăваласа кăларса яр та алăка ун хыçĕнчен питĕрсе ил, тенĕ.
(18) Фамарь çинче тĕрлĕ тĕслĕ тумтир пулнă: патша хĕрĕсем çакăн пек тумпа çÿренĕ. Тарçă ăна кăларса янă та ун хыçĕнчен алăка питĕрсе илнĕ.
(19) Фамарь ĕнтĕ пуçĕ çине тусан сапса, çийĕнчи тĕрлĕ тĕслĕ тумтирне çуркаласа пĕтернĕ, аллине пуçĕ çине хурса ĕсĕклесе йĕрсе пынă.
(20) Авессалом, пĕртăван пиччĕшĕ, ăна каланă: Амнон пиччÿ санпа пĕрле пулнă мари? Анчах халĕ ан шарла, йăмăкăм; вăл — санăн пиччÿ; ку ĕçшĕн чĕрÿне ан амант, тенĕ. Фамарь вара Авессалом пиччĕшĕн килĕнче пĕччен пуçăн пурăннă.(21) Давид патша çакăн çинчен илтнĕ те çав тери тарăхса кайнă, [анчах хăйĕн ывăлĕн Амнонăн чунне хурлантарман, мĕншĕн тесессĕн ăна юратнă, вăл унăн малтанхи ывăлĕ пулнă].
(22) Авессалом вара Амнонпа начар та, лайăх та калаçман; Авессалом ĕнтĕ Амнона хăйĕн Фамарь йăмăкне чыссăрлатнăшăн курайми пулса çитнĕ.
(23) Икĕ çултан Авессаломăн Ефрем çĕрĕнчи ВаалГацорта сурăх çăмĕ касмалла пулнă та, вăл патша ывăлĕсене пурне те унта хăнана чĕннĕ.
(24) Авессалом патша патне пынă та каланă: акă паян санăн чуру патĕнче сурăх çăмĕ касаççĕ; патшапа унăн тарçисем пыччăрччĕ чурупа пĕрле, тенĕ.(25) Анчах патша Авессалома каланă: çук, ывăлăм, эпир пурте пымăпăр, сана йывăр ан килтĕр, тенĕ. Авессалом ăна çине тăрсах тархасланă, анчах патша пырас темен, вăл çав уява патшасăрах ирттерме пилленĕ.
(26) Авессалом ăна каланă: апла пулсан пирĕнпе пĕрле Амнон пич чем пытăр, тенĕ. Патша ăна: мĕншĕн унăн санпа пĕрле пымалла? тенĕ.
(27) Авессалом патшана ÿкĕте кĕртнĕ те, вăл унпа пĕрле Амнона тата патша ывăлĕсене пурне те кайма ирĕк панă. [Авессалом вара патшасем тăвакан ĕçкĕçикĕ евĕрлех ĕçкĕçикĕ тунă.]
(28) Авессалом хăйĕн тарçисене хытарсах каласа хунă: сыхă пулăр, Амнон чĕри эрехпе хаваслансаçĕкленсе кайсассăнах, эпĕ сире: «Амнона тапăнăр» тейĕп те, эсир хăраса ан тăрăр — вĕлерĕр ăна; эпĕ сире çапла хушатăп, хăюллă та паттăр пулăр.
(29) Авессалом тарçисем вара хăйсен хуçи хушнă пекех тунă: Амнона вĕлернĕ. Ĕнтĕ патша ывăлĕсем сиксе тăнă та, кашнийĕ хăйĕн ашакла лашине утланса тарнă.
(30) Вĕсем çул çинче чухнех Давид патне «Авессалом патша ывăлĕсене пурне те вĕлернĕ, вĕсенчен пĕри те чĕрĕ юлман» тенĕ хыпар çитнĕ.
(31) Вара патша тăнă та çийĕнчи тумтирне туртса çурнă, çĕре ÿкнĕ, ун умĕнчи тарçисем те пурте тумтирĕсене туртса çурнă.
(32) Анчах та Ионадав — Давид пиччĕшĕн Самайăн ывăлĕ — çапла каланă: [патша] хуçамăм патша ывăлĕсене пурне те вĕлернĕ тесе ан шухăшлатăрах; пĕр Амнон çеç вилнĕ: Авессалом çак ĕçе хăйĕн йăмăкне Амнон чыссăрлатнă кунах шухăшласа хунă пулнă;
(33) ĕнтĕ патша хуçамăм хăйĕн пур ывăлĕ те вилнĕ тесе ан хуçăлтăрах: пĕр Амнон çеç вилнĕ, тенĕ.
(34) Авессалом тухса тарнă. Хула хапхи патĕнче тăракан хуралçă пуçне çĕклесе пăхнă та курах кайнă: акă сăрт тайлăмĕнчи çулпа йышлă халăх килет. [Хуралçă патша патне пырса пĕлтернĕ: эпĕ сăрт тайлăмĕпе иртекен Орон çулĕ çинче çынсем пынине куртăм, тенĕ.]
(35) Ионадав вара патшана каланă: патша ывăлĕсем килеççĕ; сан чуру мĕнле каларĕ, çапла пулса тухрĕ, тенĕ.
(36) Вăл çакна калама ĕлкĕрнĕ çеç — акă патша ывăлĕсем çитнĕ те кăшкăрашса макăрма тытăннă. Патша хăй те, унăн мĕнпур тарçи те татăлса макăрнă.
(37) Авессалом, тухса тарса, Фалмай патне — Емиуд ывăлĕ, Гессур патши патне — [Хамаахад çĕрне] кайнă. Давид [патша] хăйĕн ывăлĕшĕн кашни кунах макăрнă.
(38) Авессалом тухса тарнă та Гессура çитнĕ, унта виçĕ çул пурăннă.
(39) Давид патша Авессалома йĕрлес темен: ĕнтĕ вăл лăпланнă, Амнон вилĕмĕшĕн текех хуйхăрман.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
14
(1) Иоав — Саруия ывăлĕ — патша чĕри Авессалом майлă çаврăннине асăрханă.
(2) Иоав вара Фекоя хулине çын янă та унтан пĕр ăслă хĕрарăма илсе килтернĕ, çавна каланă вăл: макăракан çын пек пул та хуйхă тумтирĕ тăхăн, йывăç çăвĕпе ан сĕрĕн, вилнĕ çыншăн темиçе кун макăрнă çын пек пул; Звара патша патне кай та çаплаçапла тесе кала, тенĕ. Иоав ăна мĕн каламаллине ăнлантарса панă.
(4) Фекоя хĕрарăмĕ патша патне кĕнĕ те çĕре ÿксе пуççапнă: пулăшсамччĕ, патша, [пулăшсамччĕ]! тенĕ.
(5) Патша ăна: мĕн кирлĕ сана? тенĕ. Хĕрарăм каланă: эпĕ [тахçанах] тăлăх арăм, упăшкам вилчĕ;
(6) санăн хăрхăмун икĕ ывăлччĕ; вĕсем хирте хирĕçсе кайнă та, вĕсене уйăракан пулман, вара пĕри тепĕрне вĕлернĕ.
(7) Акă ĕнтĕ пĕтĕм тăван санăн хăрхăмна хирĕç тăчĕ: «хăйĕн тăванне вĕлерекене парха пире; эпир ăна тăванĕн чунне пĕтернĕшĕн вĕлерĕпĕр, вăл тĕпчĕк пулнине те пăхса тăмăпăр, тĕп тăвăпăр» теççĕ. Çапла вара вĕсем манăн юлашки хĕлхеме те сÿнтерĕç, çĕр пичĕ çинче упăшкам ячĕ те, йăх ячĕ те юлмĕ, тенĕ.
(8) Патша хĕрарăма каланă: лăплан та килне кай, эпĕ сан пирки хушу парăп, тенĕ.
(9) Анчах Фекоя хĕрарăмĕ патшана татах та каланă: патша хуçамăм, айăпĕ мана тата ман аттем килне пултăр, патшапа унăн килĕ айăплă мар, тенĕ.
(10) Патша каланă: сана хирĕç тăракана ман патăма илсе кил те, вăл сана текех тăрăнаймĕ, тенĕ. “Хĕрарăм каланă: патша, юншăн тавăракансем йышланмĕç тата ман ывăлăма тĕп тумĕç тесе, Çÿлхуçа Турру умĕнче тупа ту, тенĕ. Вара патша каланă: Турă пур! сан ывăлун çÿç пĕрчи те çĕре ÿкмĕ, тенĕ.
(12) Хĕрарăм каланă: хăвăн хăрхăмна ĕнтĕ патша хуçама тата тепĕр сăмах калама ирĕк парсамччĕ, тенĕ.
(13) Патша: кала, тенĕ. Вара хĕрарăм каланă: мĕншĕн эсĕ çапла Турă халăхне хирĕç шухăшлатăн? Çак сăмахсене калакан патша хăйне хăех айăпларĕ, мĕншĕн тесессĕн пуç янă çыннине вăл каялла тавăрмасть.
(14) Эпир вилетпĕр те çĕре тăкнă шыв пек пулатпăр, ăна ĕнтĕ пуçтарса илме çук; анчах Турă чуна тĕп тăвасшăн мар, Вăл çынсем хăваласа янăскерне те Хăй патĕнчен хăваласа ярасшăн мар.
(15) Халĕ эпĕ патшана, хамăн хуçамăма, çак сăмаха калама килтĕм, мĕншĕн тесессĕн мана халăх хăратать; вара санăн хăрхăму çапла шухăшларĕ: патшапа сăмахласа пăхамха, хăй хăрхăмĕ каланă пек тумĕи вăл?
(16) патша чăнах та хăйĕн хăрхăмне итлесе пĕтерĕ те ывăлăмпа иксĕмĕре Турă халăхĕ хушшинчен пĕтерес текенсенчен хăтарĕ мана, терĕм.
(17) Санăн хăрхăму çапла шухăшларĕ: патша хуçамăн сăмахĕсем мана лăплантарĕç: патша хуçамăм, Турă Ангелĕ пек, лайăххине те, начаррине те итлеме пултарать, терĕм. Ĕнтĕ Çÿлхуçа Турру санпа пĕрле пултăр.
(18) Вара патша çапла хуравласа каланă: эпĕ мĕн ыйтнисене манран ан пытар, тенĕ. Хĕрарăм: кала, патша хуçамăм, тенĕ.
(19) Патша каланă: кунта санпа пĕрле Иоав алли пур мари? тенĕ. Хĕрарăм хуравласа каланă: сывă халлĕн пурăнтăр санăн чуну, патша хуçамăм; патша хуçамăм каланинчен сылтăмалла та, сулахаялла та пăрăнма май çук; тĕрĕс, мана Иоав чуру хушрĕ, санăн хăрхăмун чĕлхиçăварĕнчен тухнă сăмахсене вăл калама хушрĕ;
(20) ытарлăн каласа ĕçпуçа çапла çавăрса яма мана санăн Иоав чуру вĕрентрĕ; анчах [патша] хуçамăм Турă Ангелĕ пекех ăслă, çĕр çинче мĕн пуррине йăлтах пĕлет вăл, тенĕ.
(21) Вара патша Иоава каланă: акă эпĕ [эсĕ каланă пек] турăм; кай та Авессалом ачама каялла илсе кил, тенĕ.
(22) Иоав ÿпне ÿксе пуççапнă та патшана мухтаса çапла каланă: патша хуçамăм, халĕ ĕнтĕ сан чуру санăн куçу умĕнче хăй ырă ятлă пулнине пĕлет, мĕншĕн тесессĕн патша хăйĕн чури каланă пек турĕ, тенĕ.
(23) Иоав вара Гессура тухса кайнă та Авессалома Иерусалима илсе килнĕ.
(24) Патша каланă: вăл килне таврăнтăр, анчах манăн сăнăма ан куртăр, тенĕ. Авессалом ĕнтĕ хăйĕн килĕнче пурăннă, анчах патша сăнне курман.
(25) Пĕтĕм Израильре те Авессалом пек илемлĕ, ун пек мухтавлă арçын пулман; ура тупанĕнчен пуçласа пуç тÿпи таранччен те унăн пĕр кăлтăк та пулман.
(26) Çÿçне кастарсан,— ăна вăл кашни çулах кастарнă, мĕншĕн тесессĕн çÿçĕ кансĕрленĕ ăна,— унăн пуçĕнчи çÿç патша виçипе икçĕр сикль тайнă.
(27) Авессаломăн виçĕ ывăл та пĕр хĕр çуралнă, хĕрне Фамарь тесе чĕннĕ; вăл хитре хĕрарăм пулнă, [Соломон ывăлне Ровоама качча тухнă та ăна Авия ятлă ывăл çуратса панă].
(28) Авессалом ĕнтĕ Иерусалимра икĕ çул пурăннă, анчах патша сăнне курман.
(29) Авессалом ĕнтĕ патша патне Иоава яма шутланă та ăна чĕнме çын янă, анчах лешĕ ун патне пырасшăн пулман. Тата тепĕр хут çын янă, лешĕ пĕрех пырасшăн пулман.
(30) Хăйĕн тарçисене [Авессалом] çапла каланă: куратăри, ман анапа юнашар Иоавăн ана лаптăкĕ пур, унта вăл урпа акнă; кайăр та вут тĕртĕр, тенĕ. Авессалом тарçисем çак лаптăка вут тĕртсе çунтарса янă. [Иоав тарçисем вара, çийĕнчи тумтирне туртса çурса, Иоав патне пынă та: Авессалом тарçисем сан ануна вут тĕртсе çунтарса ячĕç, тенĕ.]
(31) Иоав вара Авессалом патне çитнĕ те каланă: мĕншĕн санăн тарçусем манăн ана лаптăкне вут тĕртсе çунтарса ячĕç? тенĕ.
(32) Авессалом Иоава каланă: эпĕ сан патна «кунта килха» тесе калама çын ятăм, эпĕ сана патша патне ярасшăнччĕ, хамăн ятăмран çапла калаттарасшăнччĕ: мĕншĕн эпĕ Гессуртан таврăнтăмши? Унтах юлнă пулсан, мана аванрах пулатчĕ. Манăн патша сăнне курас килет. Эпĕ айăплă пулсан, вĕлер мана.
(33) Иоав ĕнтĕ патша патне кайнă та çакна каласа кăтартнă. Вара патша Авессалома чĕнтернĕ; лешĕ патша патне пынă, [ăна пуç тайнă,] патшана çĕре ÿксе пуççапнă; патша вара Авессалома чуптунă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
15
(1) Çакăн хыççăн Авессалом хăйне валли çар ураписемпе лашасем тата хăй умĕнче чупса пыракансене — аллă çын — тытса тăра пуçланă.
(2) Авессалом ирсерен питĕ ир вăранса хапха умне çул хĕррине туха-туха тăнă, кам та пулин хăйĕн тавăçĕпе патша патне пынине курсассăн, Авессалом ăна хăй патне чĕнсе илнĕ те: «Хăш хуларан пулатăн эсĕ?» — тесе ыйтнă. Лешĕ: «Санăн чуру — Израилĕн çавçав йăхĕнчен» тесессĕн,
(3) Авессалом ăна каланă: «Эсĕ ĕнтĕ ырă та тĕрĕс ĕçпех çÿретĕн, анчах патша патĕнче сана тимлекен çук,» — тенĕ.
(4) Тата Авессалом çапла каланă: «Ах, çак çĕр çинче мана тÿрене лартас пулсассăн! Ман пата кирек кам та хăйĕн тавлашуллă ĕçĕпе, тавăçĕпе килме пултарĕччĕ, эпĕ ăна тĕрĕссипе сут тунă пулăттăм,» — тенĕ.
(5) Кам та пулсан ăна пуç тайма пырсассăн вара вăл аллине сарса ăна ыталанă, чуптунă.
(6) Авессалом ĕнтĕ патша патне сута пыракан кашни Израиль çыннипе çапла калаçнă, вара майĕпен-майĕпен Израильсен чĕрине хăй майлă çавăрнă.
(7) Давид патшана ларни хĕрĕх çул çитсессĕн, Авессалом патшана çапла каланă: «Эпĕ Çÿлхуçана сăмах панăччĕ, ĕнтĕ Хеврона каям та мĕн асăннине пурăнăçа килтерем,» — тенĕ;
(8) «Эпĕ, санăн чуру, Сирири Гессурта пурăннă чухне сăмах панăччĕ: эхер те Çÿлхуçа мана каялла Иерусалима тавăрас пулсассăн, эпĕ Çÿлхуçана парне кÿрĕп,» — тенĕччĕ.
(9) Патша ăна: «Ыррăн-сыввăн кайса кил,» — тенĕ. Авессалом вара Хеврона тухса кайнă.
(10) Авессалом пĕтĕм Израиль йăхĕ тăрăх хăйĕн йĕрлевçисене ярса тухнă, вĕсене çапла хушнă: «Трупа сассине илтсенех: Авессалом Хевронра патшана ларчĕ,» — тейĕр.
(11) Авессаломпа пĕрле Иерусалимран икçĕр çын тухса пынă, вăл вĕсене чĕннĕ те ĕнтĕ, лешĕсем хăйсен айванлăхне пула ăна-кăна чухламасăрах кайнă.
(12) Парне кÿнĕ чухне Авессалом Гило хулин çыннине Ахитофела, Давид канашçине, Гило хулинчен чĕнтерсе килнĕ. Вара пысăк кавар тунă, çынсем Авессалом тавра пуçтарăнма тытăннă, нумайлансах пынă.
(13) Давид патне хыпарçă çитнĕ те каланă: «Израильсен чĕри Авессалом еннелле сулăнчĕ,» — тенĕ.
(14) Давид вара Иерусалимра хăйпе пĕрле пулнă мĕнпур тарçине каланă: «Пирĕн тарас пулать — Авессаломран пире çăлăнăç пулмĕ; васкăр, хамăра хупăрласа ярса иличчен, инкек-синкек кăтартиччен, хулана хĕçпе аркатса тăкиччен тухса каяр,» — тенĕ.
(15) Патша тарçисем патшана каланă: «Патша хуçамăра кирлĕ пулсассăн, эпир яланах — санăн чурусем,» — тенĕ.
(16) Патша тухса утнă, ун хыççăн унăн пĕтĕм килĕ пынă, вĕсем пурте çуран пулнă. Çуртне хураллама патша вунă арăмне, [хăйĕн] çумарăмĕсене, хăварнă.
(17) Патшапа мĕнпур çуран халăх Беф-Мерхат патĕнче чарăнса тăнă.
(18) Патша тарçисем унăн икĕ айккипе утса пынă; хелефейсемпе фелефейсем пурте, Геф çыннисем — унпа пĕрле Гефран килнисем, ултçĕр çынна яхăн — патша умĕнче утса пынă.
(19) Патша Геф çыннине Еффее каланă: «Мĕншĕн эсĕ те пирĕнпе пĕрле пыратăн? Каялла таврăн та çав патшапа пĕрле юл: эсĕ — ют çĕр çынни, кунта хăвăн тĕп вырăнунтан куçса килнĕскер;
(20) эсĕ ĕнер килтĕн, паян вара манăн сана хамăрпа пĕрле илсе каймалла-и? Эпĕ ăçта тÿр килет, çавăнта каятăп; каялла таврăн, хăвăнпа пĕрле тăванусене те каялла тавăр; [Çÿлхуçа сана] ырăлăхпа шанчăклăх [кÿтĕр]! тенĕ.
(21) Еффей патшана çапла хуравласа каланă: «Турă пур, патша хуçамăм та пултăр: патша хуçамăм кирек ăçта пулсан та — пурнăçра-и, вилĕмре-и — санăн чуру та унта пулĕ,» — тенĕ.
(22) Давид Еффее каланă: «Эппин, пырах, манпа пĕрле çÿре,» — тенĕ. Вара Геф çынни Еффей тата унпа пĕрле пулнă унăн çыннисем, ачисем пурте патшапа пĕрле кайнă.
(23) Ĕнтĕ пĕтĕм çĕр кăшкăрса макăрнă. Пĕтĕм халăх Кедрон юхăмĕ урлă каçнă, патша та каçнă; пĕтĕм халăх, [патша та] пушхир еннелле каякан çулпа утнă.
(24) Садок [священник] тата унпа пĕрле пулнă Левитсем Турă халалĕн арчине çĕклесе пынă; вĕсем Турă саккунĕн арчине лартса хурсассăнах Авиафар кĕлтума пуçланă та пĕтĕм халăх хуларан тухса пĕтичченех кĕлтуса тăнă.
(25) Патша Садока каланă: «Турă саккунĕн арчине каялла хулана тавăр, [вăл хăйĕн вырăнĕнчех лартăр]. Эхер те эпĕ Çÿлхуçа куçĕ умĕнче ырăлăх тупайсассăн, Вăл мана каялла тавăрĕ те мана Турă халалĕн арчине те, унăн Çуртне те кăтартĕ.
(26) Эхер те Вăл мана: “Эпĕ сана кăмăлламастăп” тесессĕн, акă эпĕ кунтах: “Вăл ман тĕлĕшрен мĕн тăвас тет, çавна тутăр,” — тенĕ.
(27) Патша Садок священника тата та каланă: «Эсĕ мĕн пулнине курмастăн-им? Эсĕ ыррăн-сыввăнах хулана таврăн, Ахимаас ывăлу та, Авиафар ывăлĕ Ионафан та, икĕ ывăлăр та хăвăрпа пĕрле таврăнччăр;
(28) эпĕ сирĕнтен хыпар çитиччен пушхирти тÿремлĕхре тăхтаса тăрăп,» — тенĕ.
(29) Садокпа Авиафар вара Турă саккунĕн арчине каялла Иерусалима тавăрнă та хăйсем те унтах юлнă.
(30) Давид ĕнтĕ Елеон тăвĕ çине кайнă, вăл йĕрсе пынă; вăл пуçне хупланă пулнă; вăл çарран пынă, унпа пĕрле пулнă çынсем те кашнийĕ пуçне хупланă пулнă, вĕсем те йĕрсе пынă.
(31) Давида, хыпар çитерсе, çапла каланă: «Ахитофел та Авессаломпа каварлашнисен шутĕнчех,» — тенĕ. Давид вара: «Эй Çÿлхуçа [Туррăм]! Ахитофел канашне аркатсам,» — тенĕ.
(32) Давид ту тăррине, çынсем Турра пуççапакан вырăна, çитсессĕн, акă ăна хирĕç Архи çынни, Давид тусĕ Хусий, пырать: çийĕнчи тумтирне çуркаласа пĕтернĕ, пуçĕ çине тусан сапнă.
(33) Давид ăна каланă: «Эсĕ манпа пĕрле пыратăн пулсассăн, мана кансĕрлетĕн çеç;
(34) эсĕ хулана таврăнни лайăхрах пулать, Авессалома çапла кала: “патша, [ĕнтĕ тăванусем иртсе кайрĕç, патша аçу та иртсе кайрĕ, паян вара] эпĕ — санăн чуру; [чĕрĕ хăварсам мана,] халиччен эпĕ сан аçун чури пулнă, халĕ вара санăн чуру” те, çапла каласассăн эсĕ Ахитофел канаш парса тăнине арпаштарса ярăн.
(35) Унта санпа пĕрле Садокпа Авиафар священниксем пулĕç, патша çуртĕнчен тухакан кирек мĕнле сăмаха та Садокпа Авиафар священниксене пĕлтерсе тăр.
(36) Унта вĕсемпе пĕрле вĕсен икĕ ывăлĕ — Садок ывăлĕ Ахимаас тата Авиафар ывăлĕ Ионафан; вĕсем урлă ман патăма хăвăр илтнĕ кирек мĕнле сăмаха та çитерсех тăрăр».
(37) Вара Хусий, Давид тусĕ, хулана çитнĕ; ун чухне Авессалом шăпах Иерусалима кĕнĕ пулнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
16
(1) Давид ту тăрринчен кăштах ансассăн, акă ăна икĕ ашакпа пыракан Сива, Мемфивосфей тарçи, тĕл пулать. Ашакĕсем çине вăл икçĕр çăкăр, çĕр çыхă иçĕм, çĕр смоква çыххи тата эрех такмакĕ тиенĕ пулнă.
(2) Патша Сивана каланă: «Мĕн валли ку санăн?» — тенĕ. Сива çапла хуравланă: «Ашакĕсем — патша килĕ валли, ларса çÿреме; çăкăрĕпе çырла çимĕçĕ — çар çыннисене çитерме; эрехĕ — пушхирте халтан кайнисене ĕçтерме,» — тенĕ.
(3) Патша: «Сан хуçун ывăлĕ ăçта?» — тенĕ. Сива патшана çапла хуравланă: «Вăл Иерусалимра юлчĕ те çапла калать: халĕ ĕнтĕ Израиль килĕ мана аттемĕн патшалăхне тавăрса парĕ,» — тет.
(4) Патша Сивана каланă: «Мемфивосфейĕн мĕн пурри йăлтах сана пултăр,» — тенĕ. Сива вара тайăлса хуравланă: «Патша хуçамăм куçĕ умĕнче унăн ырăлăхне курасчĕ,» — тенĕ.
(5) Давид патша Бахурим хулине çитсессĕн, акă унтан Саул йăхĕнчи Гера ывăлĕ Семей тухнă; вăл усал сăмахсемпе вăрçса пынă,
(6) Давида тата Давид патшан чурисене пурне те чулпа пенĕ; пĕтĕм çын, пĕтĕм хăюçах вара [патшан] сылтăм енче тата сулахай енче утса пынă.
(7) Семей ăна çапла хăртнă: «Кай, кай кунтан, çынвĕлерен эсĕ, йĕркерен тухнă çын эсĕ!
(8) Çÿлхуçа сана Саул килĕн мĕнпур юнне тавăрса пачĕ, эсĕ ун вырăнне патшана лартăн, Çÿлхуçа акă патшалăха Авессалом ывăлун аллине пачĕ; халĕ инкеке лекрĕн, мĕншĕн тесессĕн эсĕ — юнĕçен.
(9) Авесса — Саруия ывăлĕ — патшана каланă: мĕншĕн çак вилĕ йытă патша хуçамăма хăртать? Каям та пуçне касса татам,» — тенĕ.
(10) Патша каланă: «Мана мĕне кирлĕ ку? Саруия ывăлĕсем, сире мĕне кирлĕ? [ан тивĕр ăна,] вăрçтăрах — Çÿлхуçа ăна Давида вăрçма хушнă. Кам-ха ăна: “Мĕншĕн эсĕ çапла тăватăн?” тесе калама пултараять?
(11) Давид Авессана тата хăйĕн мĕнпур тарçине каланă: «Хамăн ывăлăм, хамăн вăрлăхăмран çуралнăскер, манăн чуна шырать пулсассăн, Вениаминсен ывăлĕнчен мĕн кĕтмелли пур ĕнтĕ? Ан тивĕр ăна, хăрттăрах — ăна Çÿлхуçа хушнă;
(12) тен, эпĕ мăшкăл тÿснине Çÿлхуçа курĕ те халĕ çак çын çапла хăртнăшăн мана ырăлăх ярса парĕ,» — тенĕ.
(13) Давидпа унăн çыннисем хăйсен çулĕпе утнă, Семей вара ту хĕррипе, патша енчен, усаллăн хăртса пынă, ун еннелле чул ывăтнă, тусан вĕçтернĕ.
(14) Патша тата унпа пĕрле пулнă пĕтĕм халăх, ывăнса çитсе, пĕр вырăнта канма чарăнса тăнă.
(15) Авессалом вара пĕтĕм Израиль халăхĕпе Иерусалима пынă, Ахитофел та унпа пĕрле пулнă.
(16) Хусий — Архи çынни, Давид тусĕ — Авессалом патне çитсессĕн ăна çапла каланă: «Патша сывă пултăр, патша сывă пултăр!» — тенĕ.
(17) Авессалом Хусие каланă: «Хăвăн тусушăн çапла тăрăшатăн-и? Мĕншĕн-ха хăвăн тусупа пĕрле каймарăн?» — тенĕ.
(18) Хусий Авессалома каланă: «Çÿлхуçа кама суйласа илнĕ, çак халăх тата пĕтĕм Израиль кама суйласа илнĕ, [эпĕ çавăн хыççăн кайăп,] унпа пĕрле эпĕ, унпа пĕрлех юлăп.
(19) Тата камшăн ĕçлесе тăмалла манăн? Унăн ывăлĕшĕн мар-и? Санăн аçушăн тăрăшнă пекех саншăн та тăрăшăп,» — тенĕ.
(20) Авессалом ĕнтĕ Ахитофела каланă: «Канаш парăр, мĕн тумалла пирĕн?» — тенĕ.
(21) Ахитофел Авессалома каланă: «Аçун çумарăмĕсем патне кĕр, вăл вĕсене хăйĕн çуртне сыхлама хăварнă; вара Израильсем пурте эсĕ хăвăн аçун курайман çынни пулнине пĕлĕç те, сан майлă мĕнпур çын алли çирĕпленĕ,» — тенĕ.
(22) Авессалом валли пÿрт тăррине чатăр карнă та, Авессалом пĕтĕм Израиль умĕнче хăй ашшĕн çумарăмĕсем патне кĕнĕ.
(23) Ахитофел канашĕсем çав вăхăтра Турă вĕрентсе калани пекех шутланнă. Давидшăн та, Авессаломшăн та Ахитофелăн кирек хăш канашĕ те çавăн майлах шутланнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
17
(1) Ахитофел Авессалома каланă: вуникĕ пин çын суйласа илем те кĕçĕрех Давида хăвалама тухса каям, тенĕ;
(2) вăл ĕшенсе çитнĕ чухне, алли усăннă чухне тапăнăп та ăна сехĕрлентерсе ÿкерĕп; унпа пĕрле çÿрекен çынсем тарса саланĕç; эпĕ патшана çеç вĕлерĕп,
(3) мĕнпур çынна сан майлă çавăрăп; вĕсем хушшинче пĕр çын пулмасанах, — эсĕ шăпах çавăн чунне шыратăн ĕнтĕ,— пĕтĕм халăх лăпланĕ.
(4) Ку сăмах Авессалома та, Израилĕн аслă çыннисене те килĕшнĕ.
(5) Вара Авессалом каланă: Архи çыннине Хусие чĕнсе килĕр-ха; тата вăл мĕн каланине итлесе пăхар, тенĕ.
(6) Хусий ĕнтĕ Авессалом патне пынă. Авессалом ăна çапла тесе каланă: Ахитофел акă мĕнле калать; вăл каланă пек тумаллаи? апла мар пулсан, эсĕ кала, тенĕ.
(7) Хусий Авессалома каланă: ку хутĕнче Ахитофел панă канаш лайăх мар, тенĕ.
(8) Хусий тата малалла каланă: эсĕ хăвăн аçуна, унăн çыннисене пĕлетĕн; вĕсем хăюллă, тата вĕсем çурисене туртса илнĕ хирти упа ами пекех хаярланса çитнĕ, [тата хир сысни пекех тискер,] санăн аçу — çапăçма хастар çын; вăл халăхпа пĕрле çĕр каçма юлмасть.
(9) Халĕ вăл пĕрпĕр çĕр хăвăлĕнче е урăх вырăнта пытанса тăрать, вĕсене малтан тапăннă чухне сан çыннусенчен кам та пулсан вилсессĕн, çынсем илтĕç те: «Авессалом хыççăн кайнă çынсем вилсе выртрĕç» тейĕç,(10) ун чухне чи хăюлли те, арăслан чĕрелли те сехĕрленсе ÿкĕ — санăн аçу мĕнле паттăррине, унпа пĕрле çÿрекенсем мĕнле хăюллине пĕтĕм Израиль пĕлет.(11) Çавăнпа та çапла канаш паратăп: сан патна пĕтĕм Израиль — Данран пуçласа Вирсавия таранах — тинĕс хĕрринчи хăйăр пĕрчи пек йышлăн пуçтарăнтăр та, эсĕ ху вĕсемпе пĕрле кайăн;
(12) вара эпир, вăл кирек хăш вырăнта пулсассăн та, ăна хирĕç тухăпăр та, çĕр çине сывлăм ÿкнĕ пек, ăна тапăнăпăр; унпа пĕрле пулнă çынсенчен пĕри те чĕрĕ юлаймĕ;
(13) эхер те вăл пĕрпĕр хулана тарсассăн, пĕтĕм Израиль çав хула патне вĕренсем илсе пырĕ те, эпир вăл хулана пĕр чул юлмиччен юханшыва кайса пăрахăпăр, тенĕ.
(14) Çакăн хыççăн Авессалом та, пĕтĕм Израиль те: Архи çынни Хусийĕн канашĕ Ахитофел канашĕнчен лайăхрах, тенĕ. Çапла майпа Çÿлхуçа, Авессалом çине инкек ямашкăн, Ахитофелăн чи лайăх канашне пăрахăçламалла тунă.
(15) Хусий вара Садокпа Авиафар священниксене каланă: Ахитофел ĕнтĕ Авессаломпа Израилĕн аслă çыннисене çаплаçапла канаш пачĕ, эпĕ çаплаçапла канаш патăм.
(16) Халĕ часрах çын ярăр та Давида çапла калăр: кĕçĕр пушхирти тÿремлĕхре ан юл, патша тата унпа пĕрле çÿрекен çынсем ан пĕтчĕр тесессĕн, часрах тепĕр енне каçса кай, тейĕр, тенĕ.
(17) Ионафанпа Ахимаас вара Рогель çăлкуçĕ патĕнче тăнă, мĕншĕн тесессĕн вĕсен хулара курăнма юраман; çавăнпа та вĕсем патне хĕрарăм тарçă пынă та вĕсене пĕтĕмпех каласа панă, кусем ĕнтĕ патшана хыпарлама кайнă.
(18) Анчах вĕсене пĕр çамрăк курнă та Авессалома евитленĕ; лешĕсем иккĕшĕ те васкасах кайнă та Бахурима пĕр çын килне çитсе ÿкнĕ, çав çыннăн картишĕнче пусă пулнă, вĕсем çавăнта пытаннă.
(19) Çав çын арăмĕ пусă çăварне çивитти витнĕ те ун çине кĕрпе сапнă, çапла вара нимĕн те паллă пулман.
(20) Авессалом чурисем хĕрарăм патне киле пынă та: Ахимааспа Ионафан ăçта? тенĕ. Хĕрарăмĕ каланă: вĕсем кĕре каçă тĕлĕнчен каçса кайрĕç, тенĕ. Кусем шыранă та лешĕсене, анчах тупайман, вара Иерусалима таврăннă.
(21) Вĕсем кайсанах, лешĕсем пусăран тухнă та Давид патша патне çитсе хыпарланă, Давида çапла каланă: хускалăр та часрах шыв урлă каçăр; ĕнтĕ Ахитофел сирĕн пирки çаплаçапла канаш панă, тенĕ.
(22) Давид тата унпа пĕрле пулнă мĕнпур çын хускалнă та Иордан урлă каçса кайнă; тул çутăлнă тĕле Иордан урлă каçман пĕр çын та юлман.
(23) Ахитофел, хăйĕн канашĕ пурнăçланманнине курсассăн, ашакне йĕнерлесе утланнă та хăйĕн килне, хăйĕн хулине, тухса кайнă, кил-йышне халал хăварнă та çакăнса вилнĕ, ăна ашшĕн тупăклăхне пытарнă.
(24) Давид Маханаим хулине çитнĕ, Авессалом вара пĕтĕм Израильпе пĕрле Иордан урлă каçнă.
(25) Авессалом ĕнтĕ Иоав вырăнне Амессая çарпуç тунă. Амессай Изреельре пурăнакан ИЕфер ятлă пĕр çыннăн ывăлĕ пулнă; унăн амăшĕ Авигея — Наас хĕрĕ, Иоав амăшĕн Саруиян йăмăкĕ — пулнă.
(26) Авессаломпа Израиль çыннисем Галаад çĕрĕ çинче тапăр лартса чарăнса тăнă.
(27) Давид Маханаима çитсен, аммонсен хулинче Раввăра пурăннă Наас ывăлĕ Сови, Лодавар çыннийĕн Аммиилăн ывăлĕ Махир тата Роглим хулинчи Галаад çынни Верзеллий
(28) [выртса тăма] вунă вырăн, [вунă] чашăк, тăм савăтсапа, Давидпа унăн çыннисене çитерме апат валли тулă, урпа, çăнăх, вир кĕрпи, пăрçа, ясмăк, ăшаланă тĕшĕ,
(29) пыл, çу, сурăхсем, ĕне чăкăчĕ илсе пынă; вĕсем çапла каланă: халăх выçă, ывăннă тата пушхирте шывсăр антăхнă, тенĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
18
(1) Давид хăйпе пĕрле çÿрекен çынсене пăхса çаврăннă та вĕсене ертсе пыма пинпÿсемпе çĕрпÿсем уйăрса лартнă.
(2) Вара Давид çынсене çапăçăва кăларса янă — çарăн виççĕмĕш пайне Иоав ертсе кайнă, тепĕр виççĕмĕш пайне Авесса — Саруия ывăлĕ, Иоав шăллĕ — ертсе кайнă, тата тепĕр виççĕмĕш пайне Геф çынни Еффей ертсе кайнă. Патша çынсене каланă: эпĕ хам та сирĕнпе пĕрле пыратăп, тенĕ.
(3) Анчах çынсем ăна хуравланă: ан çÿре; ĕнтĕ эпир тарса кайсан та, пире асăрхакан пулмĕ; пирĕн çарăн çурри вилсе выртсан та, ăна та асăрхамĕç; эсĕ вара пĕччен вунă пине тăратăн; çапла вара, пирĕншĕн эсĕ пире хуларан пулăшса тăни лайăхрах, тенĕ.
(4) Патша вĕсене каланă: сире мĕнле кирлĕ, çапла тăвăп, тенĕ. Патша хапха умне тăнă та, пĕтĕм халăх çĕршерĕн те пиншерĕн йĕркеленсе тухнă.
(5) Патша Иоава та, Авессана та, Еффее те хушса каланă: Авессалом ачама ман валли сыхласа хăварăр, тенĕ. Авессалом пирки патша мĕн каланине пĕтĕм халăх илтнĕ.
(6) Давид çыннисем Израильсене хирĕç хире тухнă та, Ефрем вăрманĕнче çапăçу пулса иртнĕ.
(7) Давид чурисем Израиль халăхне парăнтарнă; çав кун унта вирлĕ тытăçу пулса иртнĕ — çирĕм пин [çын] пĕтнĕ.
(8) Çав вырăнта пĕтĕм талккăшĕпе çапăçу пынă, çав кун халăха хĕç тĕп тунинчен ытларах вăрман пĕтернĕ.
(9) Авессалом ĕнтĕ Давид чурисемпе тĕл пулнă; вăл мул утланнă пулнă. Вăл утланнă мул лаштра юман турачĕсем айне чупса кĕрсессĕн, Авессалом çÿçĕ юман тураттисенчен çакланнă; ун айĕнчи мул тарнă та, Авессалом вара çĕрпе пĕлĕт хушшинче çакăнса юлнă.
(10) Пĕри çакна курнă та Иоава кайса пĕлтернĕ: эпĕ юманран çакăнса тăракан Авессалома куртăм, тенĕ. иИоав çак хыпара пĕлтернĕ çынна каланă: ху курнă, ху мĕншĕнха вара ăна вĕлермерĕн? эпĕ сана вунă сикль кĕмĕл тата пиçиххи панă пулăттăм, тенĕ.
(12) Лешĕ Иоава хуравланă: ывăçăма пин сикль кĕмĕл хунă пулсассăн та, эпĕ патша ывăлĕ çине алă çĕклемен пулăттăм; патша сана та, Авессана та, Еффее те илтмеллех каларĕçке: «Авессалом ачама ман валли сыхласа хăварăр» терĕ;
(13) эхер те эпĕ хамăн пурăнăçăма хĕрхенмесĕр урăхла тунă пулсассăн, çакна патшаран пытарма пулмастчĕ, эсĕ те мана хирĕç тăраттăн.
(14) Иоав вара: санпа вăхăт ирттерсе тăмастăп, тенĕ. Аллине виçĕ çĕмрен илнĕ те вĕсене Авессалома чĕринченех лектернĕ — юманран çакăнса тăнă чухне лешĕ чĕрех пулнăха.
(15) Авессалома ĕнтĕ Иоав кăралне йăтса çÿрекенĕсем вуннăн çавăрса илнĕ те вĕлерсе пăрахнă.
(16) Иоав трупа кăшкăртса янă та, Израильсене хăваласа кайнисем каялла таврăннă — Иоав халăха хĕрхеннĕ.
(17) Çакăн хыççăн Авессалома çĕре антарнă та вăрманти тарăн шăтăка пăрахнă, ун çине тем пысăкăш чул купи купаласа хунă. Израильсем вара хăйсен чатăрĕсене таратара пытаннă.
(18) Авессалом хăй пурăннă чухнех патшасен айлăмĕнче хăйне валли палăк лартнă пулнă; вăл: манăн ятăм çынсен асĕнче юлтăр, мĕншĕн тесессĕн манăн ывăл çук, тенĕ. Палăкне хăйĕн ятне панă. Ăна паян кунчченех «Авессалом палăкĕ» теççĕ.
(19) Ахимаас — Садок ывăлĕ — Иоава каланă: чупам эпĕ, Çÿлхуçа Хăйĕн сучĕпе патшана ун тăшманĕсен аллинчен хăтарнине пĕлтерем, тенĕ.
(20) Анчах Иоав ăна каланă: паян эсĕ ырă хыпарçă пулаймăн; паян мар, урăх кун пĕлтерĕн: патша ывăлĕ вилнĕçке, тенĕ.
(21) Иоав вара Хусие каланă: пыр, ху мĕн курнине патшана пĕлтер, тенĕ. Хусий Иоава пуç тайнă та чупса кайнă.
(22) Анчах Ахимаас — Садок ывăлĕ — Иоава çине тăрсах каланă: мĕн пулмалли пултăр, анчах эпĕ те Хусий хыççăн чупатăп, тенĕ. Иоав вара çапла хуравланă: мĕн чупмалли пур ĕнтĕ, ывăлăм? эсĕ ырă хыпар пĕлтерес çук, тенĕ.
(23) [Ахимаас каланă:] çапла пултăр, анчах эпĕ чупатăп, тенĕ. [Иоав] ăна: чупах, тенĕ. Вара Ахимаас тÿрĕ çулпа чупса кайнă та Хусийрен маларах çитнĕ.
(24) Çав вăхăтра Давид икĕ хапха хушшинче ларнă. Хуралçă хÿме хапхи тăррине хăпарнă та пуçне çĕклесе пăхнă: акă пĕр çын чупса килет.
(25) Хуралçă патшана кăшкăрса хыпарланă. Патша: пĕччен пулсан, апла хыпар илсе килет, тенĕ. Лешĕ çывăхарнăçемĕн çывăхарса пынă.
(26) Хуралçă чупса килекен тепĕр çынна та курнă; хуралçă хапха умĕнче тăракан тепĕр хуралçăна кăшкăрса каланă: акă тата тепĕр çын чупса килет, тенĕ. Патша: ку та хыпарçă, тенĕ.
(27) Хуралçă каланă: эпĕ пĕрремĕшĕн уттине уйăратăп — Садок ывăлĕ Ахимаасăн утти пек, тенĕ. Патша вара: ку ырă çын, ырă хыпарпа килет, тенĕ.
(28) Ахимаас патшана кăшкăрсах пĕлтернĕ: тăнăçлăх! тенĕ. Унтан патшана çĕре çитиех тайăлнă та каланă: патша хуçамăм çине алă çĕкленĕ çынсене тĕп тунă Çÿлхуçа Турру мухтавлă! тенĕ.
(29) Патша: Авессалом ачам сывахи? тенĕ. Ахимаас каланă: патша чури Иоав санăн чуруна çула кăларса янă чухне эпĕ унта çынсем пăлханнине куртăм, анчах [унта] мĕн пулнине пĕлейместĕп, тенĕ.
(30) Патша вара: пăрăнса тăрха, тенĕ. Лешĕ пăрăнса тăнă.
(31) Акă [ун хыççăнах] Хусий те çитнĕ. Хусий [патшана] каланă: патша хуçамăма ырă хыпар! Сана хăвна хирĕç çĕкленнĕ çынсен аллинчен хăтарса, Çÿлхуçа сана тĕрĕссине кăтартса пачĕ, тенĕ.
(32) Патша Хусие каланă: Авессалом ачам сывахи? Хусий каланă: ачуна çитни патша хуçамăн тăшманĕсене тата сана хирĕç усал ĕç тума шутлакансене пурне те çиттĕр! тенĕ.
(33) Патша аптăрасапăшăрханса ÿкнĕ, хапха тăрринчи пÿлĕмнелле утса кайнă, куççульпе макăрса пынă, çапла каласа йĕнĕ: Авессалом ывăлăмçăм! Авессалом, ывăлăмçăм, ывăлăмçăм! ах, сан вырăнна манăн вилес пулсанччĕ, Авессалом, ывăлăмçăм, ывăлăм!
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
19
(1) Иоава çапла каланă: акă патша Авессаломшăн йĕрет, татăлсах макăрать, тенĕ.
(2) Çав кунхи çĕнтерÿ вара пĕтĕм халăхшăн хÿхлев кунĕ пулса тăнă: çав кун халăх патша хăйĕн ывăлĕшĕн хурланни çинчен илтнĕ те çавăн пирки анчах калаçнă.
(3) Халăх, çапăçу хирĕнчен тарса кайнăшăн намăсланакан çынсем пек, хулана йăпшăнайăпшăна кĕнĕ.
(4) Патша вара питне хупласа хыттăн ĕсĕкленĕ: Авессалом ывăлăмçăм! Авессалом, ывăлăмçăм, ывăлăм!
(5) Иоав ĕнтĕ патша патне пÿрте кĕнĕ те каланă: паян эсĕ хăвăн тарçусене пурне те намăслантарса пĕтертĕн, вĕсем вара паян санăн пурăнăçна та, сан ывăлусемпе хĕрÿсен пурăнăçне те, арăмусен пурăнăçне те, çумарăмусен пурăнăçне те çăлса хăварчĕç;
(6) эсĕ хăвна курайманнисене юрататăн, хăвна юратакансене кураймастăн, ĕнтĕ эсĕ паян çарпуçсемпе тарçусем саншăн ниме те тăманнине кăтартса патăн; Авессалом чĕрĕ юлнă пулсассăн, эпир пурте вилсе пĕтнĕ пулсассăн, саншăн кăмăллăрах пулатчĕ — паян эпĕ çакна пĕлтĕм;
(7) ĕнтĕ тăрса тух та хăвăн чурусемпе чĕререн калаç, Çÿлхуçа ячĕпе тупа тăватăп, тухмастăн пулсассăн, кĕçĕр санăн пĕр çын та юлмĕ; ку вара саншăн çамрăклăхунтан пуçласа паян кунччен тÿснĕ мĕнпур инкекрен чи йывăртараххи пулĕ, тенĕ.
(8) Вара патша хапха умне тухса ларнă, мĕнпур халăха «патша хапха умĕнче ларать» тесе пĕлтернĕ. Пĕтĕм халăх патша патне [хапха умне] пынă;
(9) Израильсем вара хăйсен чатăрĕсене таратара пытаннă. Кашни Израиль йăхĕнчех халăх çапла тавлашса калаçнă: [Давид] патша пире хамăр тăшмансен аллинчен хăтарчĕ, Филистимсен аллинчен ирĕке кăларчĕ, халĕ хăй вара çак çĕртен, [хăйĕн патшалăхĕнчен,] Авессаломран тарчĕ.
(10) Анчах эпир патша пулма çу сĕрнĕ Авессалом вăрçăра вилчĕ; халĕ мĕншĕнха патшана каялла тавăрма тăхтатăр? [Пĕтĕм Израиль çапла калаçни патша патне çитнĕ.] иВара Давид патша Садокпа Авиафар священниксем патне çапла калама çын янă: Иудăн аслă çыннисене калăр: пĕтĕм Израиль калаçакан сăмах патша патне, патша килне çитрĕ ĕнтĕ. Мĕншĕн эсир ку тĕлĕшрен юлашки çынсем пулса юласшăн, мĕншĕн эсир патшана хăйĕн çуртне тавăрма васкамастăр?
(12) Эсир — манăн тăвансем, эсир — манăн шăммăм, манăн ÿтĕм; мĕншĕнха эсир патшана хăйĕн çуртне тавăрнă чухне юлашки çынсем пуласшăн? тесе калăр, тенĕ.
(13) Амессая та калăр: эсĕ — манăн шăммăм, манăн ÿтĕм мари? Эхер те эсĕ Иоав вырăнне ман çумра яланлăхах çарпуç пулмасассăн, Турă мана ăна та, кăна та кăтарттăр, тата ытларах та кăтарттăр!
(14) Çапла вăл пĕтĕм иудейсен чĕрисене, пĕр çын чĕри пек туса, хăйĕн майлă çавăрнă; вĕсем вара патша патне çапла калама çын янă: таврăнсам эсĕ, мĕнпур чуру та таврăнтăр.
(15) Патша вара каялла килме тухнă, Иордан хĕррине çитнĕ, иудейсем ĕнтĕ патшана кĕтсе илме, ăна Иордан урлă каçарма Галгала пынă.
(16) Семей те — Гера ывăлĕ, Бахуримри Вениамин çынни — хыпалансах ÿкнĕ, иудейсемпе пĕрле Давид патшана кĕтсе илме кайнă,
(17) унпа пĕрле Вениаминсен пин çынни пулнă, Саул килĕн тарçи Сива та хăйĕн вунпилĕк ывăлĕпе тата çирĕм чурипе пĕрле тухнă; вĕсем патша патне Иордан урлă каçнă [та патшана Иордан урлă каçарма кимĕ хатĕрленĕ].
(18) Патша кил-йышне шыв урлă каçарма тата ăна пулăшма кимĕ ярса парсан, патша Иордан урлă каçнăкаçманах Гера ывăлĕ Семей ун умне [ÿпне ÿксе] пуççапнă,
(19) вара патшана çапла каланă: усал ĕç тăвакансен шутне ан кĕртсемччĕ мана, хуçамăм; çав кун, патша хуçамăм Иерусалимран кайнă чухне, санăн чуру çылăх турĕ, ан асăн çакна, патшамăм, çавна хăвăн чĕрÿнте ан тытсамччĕ;
(20) ĕнтĕ санăн чуру хăй çылăха кĕнине пĕлет, акă паян эпĕ патша хуçамăма кĕтсе илме Иосиф килĕнчен чи малтан килтĕм, тенĕ.
(21) Саруия ывăлĕ Авесса çапла хуравласа каланă: Çÿлхуçанăн çу сĕрнĕ çыннине усал сăмахсемпе хăртнăшăн Семей халĕ те вилмениха? тенĕ.(22) Давид каланă: мана мĕне кирлĕ ку? Саруия ывăлĕсем, сире мĕне кирлĕ, мĕншĕн мана вĕскĕртетĕр? Паян Израильре вĕлермеллеши вара? Эпĕ паян Израиль патши пулса тăнине курмастăп-им?
(23) Вара патша Семее: эсĕ вилмĕн, тенĕ. Патша ăна тупа тунă.
(24) Мемфивосфей те — Саул [ывăлĕн Ионафанăн] ывăлĕ — патшана кĕтсе илме тухнă. Вăл патша тухса кайса каялла тăнăçлăн таврăниччен те урине çуман, [чĕрнине касман,] сухалне тураман, тумтирне çуман пулнă.
(25) Вăл патшапа тĕл пулмашкăн Иерусалимран тухсассăн, патша ăна каланă: Мемфивосфей, эсĕ мĕншĕн манпа пĕрле пымарăн? тенĕ.
(26) Лешĕ хуравланă: патша хуçамăм! мана хамăн тарçă улталарĕ; эпĕ, сан чуру: «Ашака йĕнерлесе утланам та патшапа пĕрле каям» терĕм, сан чуру уксахçкеха.
(27) Вăл пур — сан чуру пирки патша хуçамăм умĕнче элеклесе панă. Анчах патша хуçамăм Турă Ангелĕ пекех; мĕн тăвас тетĕн, çавна ту;
(28) аттемĕн пĕтĕм килĕ патша хуçамăм умĕнче вилĕме тивĕçлĕ пулин те, эсĕ хăвăн чуруна сĕтелÿ хушшине хăвăнпа пĕрле апатланакансемпе юнашар лартрăн; патша умĕнче ÿпкелешме манăн мĕн сăлтавĕ пултăр?
(29) Патша ăна: эсĕ çакна мĕн тума калатăн? эпĕ Сивапа иксĕр хушшăрта хир анисене пĕр тан уйăрма хушатăп, тенĕ.
(30) Мемфивосфей вара патшана çапла хуравланă: патша хуçамăм хăй килне ыррăнсыввăн таврăннă май Сива йăлтах хăй валли илтĕр, тенĕ.
(31) Галаад çынни Верзеллий та Роглимран килнĕ те патшана Иордан леш енне ăсатса ямашкăн унпа пĕрле Иордан урлă каçнă.
(32) Верзеллий питĕ ватă пулнă, сакăрвунă çулта. Патша Маханаимра тăнă чухне вăл ăна апатçимĕç парса тăнă, вăл пуян çын пулнă.
(33) Патша Верзеллие каланă: пыр манпа пĕрле, Иерусалимра эпĕ сана апатçимĕç парса тăрăп, тенĕ.
(34) Анчах Верзеллий патшана çапла хуравланă: патшапа пĕрле Иерусалима пымашкăн пурăнасси нумай юлнăши манăн? тенĕ.
(35) Эпĕ халĕ сакăрвуннăра; лайăххине начарринчен уйăрса илейĕпши? Санăн чуру апатланнă чухне апат тутине, ĕçнĕ чухне ĕçкĕ тутине чухлайĕши? Юрăçсен сассине итлеме пултарайăпши? Мĕншĕн ман патша хуçамăма кансĕрлесе пурăнмалла?
(36) Иордан леш енче сан чуру патшапа пĕрле кăштах утса пырĕ; мĕншĕнха патшанăн мана çак ырăлăха тивĕçтермелле?
(37) Хăвăн чуруна каялла таврăнма, хăйĕн хулинче, хăйĕн ашшĕпе амăшĕн тупăклăхĕ çывăхĕнче, вилме ирĕк парсам. Акă патша хуçамăмпа пĕрле санăн чуру [ман ывалăм] Кимгам кайтăр, ăна мĕн тăвас тетĕн, çавна ту, тенĕ.
(38) Патша каланă: Кимгам манпа пĕрле пытăрах, сан кăмăлна мĕнле килĕшет, эпĕ ун валли çавна тăвăп; манран мĕн ыйтатăн, эпĕ саншăн йăлтах тăвăп, тенĕ.
(39) Çакăн хыççăн пĕтĕм халăх Иордан урлă каçнă, патша та каçнă. Патша Верзеллие чуптунă, пилленĕ, лешĕ вара хăй пурăнакан çĕре таврăннă.
(40) Патша Галгала кайнă, унпа пĕрле Кимгам та пынă; патшана Иудăн мĕнпур халăхĕ тата Израилĕн çур халăхĕ ăсатнă.
(41) Акă ĕнтĕ Израильсем пурте патша патне пынă та каланă: мĕншĕн пирĕн тăвансем, Иуда арĕсем, сана вăрларĕç те патшапа унăн килне, унпа пĕрле Давидăн мĕнпур çыннине те Иордан урлă каçарса ячĕç? тенĕ.
(42) Иудăн мĕнпур арĕ Израильсене хуравласа каланă: мĕншĕн тесессĕн патша пире çывăхрах; çакăншăн мĕн тарăхмалли пурха сирĕн? Эпир патшанне мĕн те пулсан çисе янăи е унран парнесем илнĕи? [е вăл пире хырçăран хăтарнăи?] тенĕ.
(43) Израильсем Иуда арĕсене çапла хуравланă: эпир патшан вунă пайĕ, çавăн пекех эпир Давидшăн та сиртен йышлăрах; [эсир мар, эпир малтанхисем;] мĕншĕн эсир пире кĕçĕнлетрĕр? Патшамăра каялла тавăрас тесе, пĕрремĕш сăмаха эпир каламаниха? тенĕ. Анчах Иуда арĕсен сăмахĕ Израильсен сăмахĕнчен витĕмлĕрех пулнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
20
(1) Унта, ăнсăртран тенĕ пек, Савей ятлă пĕр киревсĕр çын пулнă, вăл Бихри ывăлĕ, Вениамин çынни пулнă; çавă трупа кăшкăртса янă та каланă: Давидра пирĕн пай çук, Иессей ывăлĕнче пирĕн тÿпе çук; Израильсем, пурте чатăрăрсене саланăр! тенĕ.
(2) Израильсем пурте Давидран уйăрăлнă та Бихри ывăлĕ Савей хыççăн кайнă; иудейсем вара Иорданран пуçласа Иерусалим таранах хăйсен патши майлă пулнă.
(3) Давид Иерусалимри керменне таврăннă та кил хураллама хăварнă вунă çумарăмне уйрăм çурта вырăнаçтарнă, вĕсене çавăнта тытсапăхса усранă, анчах патша вĕсем патне çÿремен. Вĕсем унта мĕн виличченех тăлăх арăмăн пурăннă.
(4) Давид Амессая каланă: виçĕ кун хушшинче иудейсене ман патăма пуçтар, ху та кунта кил, тенĕ.
(5) Амессай иудейсене чĕнме кайнă, анчах палăртнă вăхăта таврăнма ĕлкĕреймен.
(6) Давид вара Авессана каланă: халĕ Бихри ывăлĕ Савей пирĕншĕн Авессаломран та усалрах ĕç тăвĕ; хуçу тарçисене ил те ăна йĕрлесе кай — çирĕплетнĕ хуласене ан тартăр вăл, пирĕн куçран ан çухалтăр, тенĕ.
(7) Бихри ывăлне Савее йĕрлеме Авесса хыççăн Иерусалимран тата Иоав çыннисем, хелефейсемпе фелефейсем, мĕнпур паттăр тухса кайнă.
(8) Гаваон çывăхĕнчи пысăк чул патĕнче вĕсене Амессай тĕл пулнă. Иоав çар тумне тăхăннă пулнă, пилĕкĕнчен хĕç çакăнса тăнă. Хĕçĕ унăн йĕнĕре пулнă, ăна çăмăлллăнах кăларнă, çăмăлллăнах каялла чикнĕ.
(9) Иоав Амессая: сывăи, тăванăм? тенĕ. Чуптăвас тесе, Иоав сылтăм аллипе ăна сухалĕнчен ярса тытнă.
(10) Амессай ĕнтĕ Иоав аллинчи хĕçрен сыхланман та, лешĕ ăна хырăмран чикнĕ, Амессайăн ăшчикĕ çĕр çине тухса ÿкнĕ, Иоав иккĕмĕш хут чикмен те — Амессай вилсе выртнă. Иоавпа унăн шăллĕ Авесса вара Бихри ывăлне Савее малалла хăваласа кайнă. пИоавăн пĕр çынни Амессай вилли патĕнче кăшкăр са тăнă: Иоава парăннисем, Давид майлисем, пурте Иоав хыççăн кайăр! тенĕ.
(12) Амессай вара, [вилнĕскер,] çул варринче юн ăшĕнче выртнă; леш çынни, пĕтĕм халăх тата иртенçÿрен виле патĕнче чарăнса тăнине курса, Амессая çул çинчен хирелле сĕтĕрсе кайнă та ăна тумтирпе витсе хăварнă.
(13) Амессая çул çинчен сĕтĕрсе кайса пăрахсассăн, пĕтĕм Израиль халăхĕ Иоав хыççăн Бихри ывăлне Савее йĕрлесе кайнă.
(14) Иоав вара Израилĕн пĕтĕм йăхĕ урлă иртсе АвелБефМааха патне çитнĕ, кайран пĕтĕм Берим урлă иртнĕ; [çавăнти хуласенче пурăнакансем пурте] пуçтарăннă та ун хыççăн пынă.
(15) Савее ĕнтĕ АвелБефМааха хулинче хăваласа çитнĕ; хулине хупăрласа илнĕ; хула çумне тăпрас купаласа хÿме патнех çывăхарнă, Иоавпа пĕрле пынă çынсем пурте хÿмене аркатма тăрăшнă.
(16) Çавăн чухне пĕр ăслă хĕрарăм хула хÿми çинчен кăшкăрса каланă: итлĕр, итлĕр, Иоава калăрха — кунта килтĕр, эпĕ унпа калаçса пăхасшăн, тенĕ.
(17) Иоав ун патне пынă та, хĕрарăм ăна: Иоав эсĕи? тенĕ. Иоав: эпĕ, тенĕ. Хĕрарăм каланă: хăвăн чурун сăмахĕсене итле, тенĕ. Иоав: итлетĕп, тенĕ.
(18) Хĕрарăм каланă: унччен çапла каларăш пурччĕ: «ыйтас тетĕн пулсан, Авелра ыйт» тетчĕç; ĕçе çапла татса панă. [Израильсен шанчăклă çыннисем юлнăи? Ентĕ Авелра ыйтчăр: юлнăи?]
(19) Эпĕ — Израилĕн тăнăçлă та шанчăклă хулисенчен, эсĕ вара çак хулана, Израиль [хулисенĕн] амăшне, тĕп тăвасшăни? Эсĕ мĕншĕн Çÿлхуçа еткерне аркатасшăн?
(20) Иоав вара çапла хуравласа каланă: эпĕ ун пек тăвас çук — çĕмĕрмĕп те, аркатмăп та!
(21) Ку ун пек мар; анчах Ефрем тăвĕ çинчен килнĕ çын — Савей ятлăскер, Бихри ывăлĕ — Давид патша çине алă çĕклерĕ; пĕр çавна çеç тытса парăр мана, вара эпĕ хула патĕнчен кайăп, тенĕ. Хĕрарăм вара Иоава каланă: акă унăн пуçне сана хÿме çинчен пăрахса парĕç, тенĕ.
(22) Хĕрарăм пĕтĕм халăхпа канашлан ма кайнă, хăйĕн ăслă сăмахне пĕлтернĕ, [пĕтĕм хулана Бихри ывăлĕн Савейĕн пуçне касма сĕнсе калаçнă]. Савей пуçне каснă та Иоава пăрахса панă. Çавăн хыççăн [Иоав] трупа кăшкăртса янă, хулана хупăрланă [çынсем] пурте хăйсен чатăрĕсене саланнă; Иоав ĕнтĕ Иерусалима патша патне таврăннă.
(23) Вара Иоава пĕтĕм Израиль çарĕн пуçлăхне лартнă. Иодай ывăлĕ Ванея — хелефейсемпе фелефейсен пуçлăхĕ,
(24) Адорам — хырçă пуçтараканĕ, Ахилуд ывăлĕ Иосафат — кулленхи ĕçсене çырса пыраканĕ,
(25) Суса çыруçă пулса тăнă; Садокпа Авиафар унчченхи пекех тĕп священниксем пулнă;
(26) çавăн пекех Давид патĕнче Иаир çынни Ира та священник пулнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
21
(1) Давид вăхăтĕнче çĕр çинче виçĕ çул умлăнхыçлăн выçлăх пулнă. Давид Çÿлхуçаран тархасласа ыйтнă. Çÿлхуçа çапла каланă: ку вăл Саулшăн, унăн юнăçлă килĕшĕн, вăл Гаваон çыннисене вĕлернĕшĕн çитнĕ, тенĕ.
(2) Давид вара Гаваон çыннисене чĕнтернĕ те вĕсемпе калаçнă. Гаваон çыннисем Израиль ывăлĕсем мар, аморрейсен чĕрĕ юлнă юлашки çыннисем пулнă; Израильсем вĕсене, тивместпĕр тесе, тупа тунă пулнă, анчах Саул, Израильпе Иуда тăхăмĕсемшĕн тăрăшса, вĕсене тĕп тума шутланă.
(3) Давид Гаваон çыннисене каланă: ман сирĕншĕн мĕн тăвасха, Çÿлхуçа халăхне сирĕнтен пиллĕх пултăр тесе, сире мĕнле çырлахтарасха? тенĕ.
(4) Гаваон çыннисем ăна каланă: пире Саулран, унăн килĕнчен ылтăн та, кĕмĕл те кирлĕ мар, Израильре пирĕн никама та вĕлерме ирĕк çук, тенĕ. Патша каланă: мĕн кирлĕ вара сире? сирĕншĕн çавна тăвăп эпĕ, тенĕ.
(5) Вĕсем патшана каланă: пирĕн халăха пĕтернĕ, пирĕн халăха Израилĕн нихăш çĕрĕнче те юлмалла мар кăклама шутланă çын кирлĕ пире,
(6) унăн ăрăвĕнчен çичĕ çын пар та пире, эпир вĕсене Çÿлхуçа суйласа илнĕ Саулăн хулинче, Гивăра, Çÿлхуçа умне [хĕвел çине] çакса хурăпăр, тенĕ. Патша: çапла тăвăп, тенĕ.
(7) Анчах патша, хăй Çÿлхуçа ячĕпе тупа тунине — Саул ывăлĕпе Ионафанпа иккĕшĕ тупа тунине — асра тытса, Мемфивосфее, Саул ывăлĕн Ионафанăн ывăлне, тивмен.
(8) Патша Айя хĕрĕн Рицпан икĕ ывăлне, Саула çуратса панă Арманпа Мемфивосфее, тата Саул хĕрĕн Мерован пилĕк ывăлне, Адриэла — Мехола çыннин Верзеллийĕн ывăлне — çуратса панăскерсене, суйласа илнĕ те
(9) Гаваон çыннисен аллине панă, вара лешĕсем вĕсене ту çине Çÿлхуçа умне [хĕвел çине] çакнă. Çиччĕшĕ пурте пĕрлех вилнĕ; вĕсене ĕççи пуçлансан, урпа вырма тухсан, вĕлернĕ.
(10) Айя хĕрĕ Рицпа хуйхă тумтирĕ илнĕ те ăна çавăнта ту çине сарса хунă, ĕççи пуçламăшĕнчен пуçласа Турă шывĕ тÿперен тăкăнма тытăничченех çавăнта ларнă, вилесене кăнтăрла вĕçен кайăксенчен, çĕрле тискер кайăксенчен сыхланă, вĕсене тĕкĕнме паман. пАйя хĕрĕ Рицпа, Саулăн çумарăмĕ, мĕн тунине Давида пĕлтернĕ. [Çакнă çынсем типсе кайнă; вара вĕсене улăпсен йăхĕнчи Дан, Иоя ывăлĕ, илсе кайнă.]
(12) Давид ĕнтĕ Саулпа ун ывăлĕн Ионафанăн шăммисене Галаадри Иавис çыннисенчен кайса илнĕ: Филистимсем Саула Гелвуй тăвĕ çинче вĕлернĕ хыççăн унăн ÿчĕпе Ионафан ÿтне БефСанра çакса хурсан, Иавис çыннисем вĕсене вăрттăн хăйсен хулине илсе кайнă пулнă.
(13) Давид вара Саулпа ун ывăлĕн Ионафанăн шăммисене унтан куçарса килнĕ; [хĕвел çине] çакса хунисен шăммисене те пуçтарса килнĕ.
(14) Саулпа ун ывăлĕн Ионафанăн шăммисене [тата хĕвел çине çакса хунисен шăммисене] Вениаминсен çĕрĕнче, Цела хулинче, Саул ашшĕне Киса пытарнă тупăклăха пытарнă. Патша мĕн хушнине йăлтах тунă та, Турă вара çĕршывшăн кĕлтунине илтнĕ, çырлахнă.
(15) Каллех Филистимсемпе Израильсем хушшинче вăрçă пуçланнă. Давидпа унăн тарçисем тухнă та Филистимсемпе çапăç нă; Давид ĕшенсе çитнĕ.
(16) Çавăн чухне Рефаимсен тăхăмĕсенчен пĕри, Иесвий, Давида вĕлересшĕн пулнă: унăн сăнни виççĕр пăхăр сикль йывăрăш тайнă, пилĕкĕнчен тата çĕнĕ хĕç çакăнса тăнă.
(17) Патшана вилĕмрен хăтăлма Саруия ывăлĕ Авесса пулăшнă, [Авесса Давида çăлса хăварнă,] вăл Филистим çыннине амантса вĕлерсе пăрахнă. Çавăн чухне Давид çыннисем тупа туса каланă: урăх эсĕ пирĕнпе пĕрле вăрçа тухмăн, Израиль çути сÿнсе ан лартăр, тенĕ.
(18) Унтан каллех Гоб теекен вырăнта Филистимсемпе вăрçă пулса иртнĕ; Хушат çынни Совохай çавăн чухне Рефаимсен тăхăмĕсен пĕр çыннине, Сафута, вĕлернĕ.
(19) Гоб теекен вырăнта тепĕр çапăçу та пулса иртнĕ; çавăн чухне Елханан — Вифлеем çыннин ЯгареОргимăн ывăлĕ — Геф çыннине Голиафа вĕлернĕ, лешĕн сăнă аври те пир тĕртекенсен хивси пекех пулнă.
(20) Геф хулинче те çапăçу пулса иртнĕ; унта çÿллĕ те капмар пĕр çын пулнă; алли те, ури те унăн ултшар пÿрнеллĕ пулнă, пурĕ — çирĕм тăватă пÿрне, çавă та Рефаим тăхăмех пулнă,
(21) вăл Израильсене усал сăмахсемпе хăртнă; ăна вара Ионафан — Давид пиччĕшĕн Сафайăн ывăлĕ — вĕлернĕ.
(22) Çавсем тăваттăшĕ те Гефра пурăнакан Рефаим йăхĕн çыннисем пулнă, вĕсем Давидпа ун тарçисен аллинчен пĕтнĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
22
(1) Хăйне Çÿлхуçа пĕтĕм тăшманĕсен аллинчен тата Саул аллинчен хăтарнă кун Давид Çÿлхуçана мухтаса юрă юрланă, вăл çапла каланă:
(2) Çÿлхуçа — манăн тĕрекĕм, манăн хăватăм, мана Хăтараканĕ.
(3) Туррăм — манăн чул хысакăм; эпĕ Ăна шанатăп; Вăл — манăн хулканăм, мана çăлакан мăйрака, манăн хÿтлĕхĕм, манăн тарса пытанмалли вырăнăм; мана Çăлаканĕ, Эсĕ мана инкексинкекрен хăтартăн!
(4) Мухтава тивĕçлĕ Çÿлхуçана чĕнĕп те — хамăн тăшмансенчен çăлăнăп.
(5) Мана вилĕм хумĕсем хупăрларĕç, мана капланса килнĕ йĕркесĕр ĕçсем хăратрĕç;
(6) тамăк сăнчăрĕсем явса нлчĕç мана, вилĕм танатисем явакларĕç мана.
(7) Чун тăвăрланса çитнĕ чухне Çÿлхуçана йăлăнса чĕнтĕм, хамăн Туррăма тархасларăм — Вăл манăн сассăма Хăйĕн [сăваплă] керменĕнчен илтрĕ, эпĕ йĕрсе йăлăнни Унăн хăлхине çитрĕ.
(8) [Çÿлхуçа вĕсене] çилленчĕ те — çĕр чĕтрерĕ, силленчĕ, тÿпе никĕсĕсем кисренсе хускалчĕç.
(9) Унăн çиллипе тĕтĕм мăкăрланса тухрĕ, Унăн çăварĕнчен хыпса çăтакан вутçулăм тапса тухрĕ; Унран шĕлкăвар тăкăнса пычĕ.
(10) Вăл пĕлĕте тайăлтарчĕ те — аяла анчĕ; Унăн ури айĕнче — сĕм тĕттĕм; пхерувимсем çине ларчĕ те — вĕçсе кайрĕ, çил çуначĕ çинче вĕçсе пычĕ;
(12) тÿпери пĕлĕтсен шывне çăралатса, сĕмлĕхе Хăйĕн пĕркенчĕкĕ турĕ;
(13) Ун умĕнче ялтăртатакан çутăран вутлă кăвар хыпса çунчĕ.
(14) Тÿпере Çÿлхуçа кĕмсĕртеттерсе ячĕ, Çÿлти Турă çапла сасă пачĕ;
(15) çĕмренĕсемпе печĕ те — вĕсене салатрĕ; çиçĕмне [çиçтерчĕ те] — вĕсене тĕп турĕ.
(16) Çÿлхуçанăн хаяр сассипе, Унăн çилли çил пек вĕрсе тăнипе тинĕс тĕпĕсем курăнчĕç, тĕнченĕн тĕпĕникĕсĕ уçăлчĕ.
(17) Вăл çÿлтен аллине тăсрĕ те — мана ярса илчĕ, мана тарăн шывран туртса кăларчĕ;
(18) мана вăйлă тăшманăмран, хама курайманнисенчен, хамран вăйлăраххисенчен, хăтарчĕ.
(19) Вĕсем хĕнасаплă кунăмра мана хирĕç тăчĕç, анчах Çÿлхуçа манăн тĕрекĕм пулчĕ,
(20) мана ирĕк вырăна илсе тухрĕ, мана хăтарчĕ: Вăл мана кăмăллать.
(21) Çÿлхуçа мана тÿрĕлĕхĕме кура тавăрса пачĕ, аллăм тасине кура тавăрса пачĕ мана:
(22) эпĕ Çÿлхуçа çулĕпе çÿрерĕм, хамăн Туррăм умĕнче усал çын пулмарăм;
(23) умăмрах Унăн пĕтĕм ÿкĕчĕ, эпĕ Унăн йĕркисенчен пăрăнмарăм,
(24) Унăн умĕнче айăпсăр пултăм, çылăха кĕресрен сыхлантăм.
(25) Çÿлхуçа мана тÿрĕлĕхĕме кура тавăрса пачĕ, мана Хăй куçĕ умĕнче таса пулнине кура тавăрса пачĕ.
(26) Эсĕ ырă çыншăн ырă, тÿрĕ çыншăн тÿрĕ,
(27) таса çыншăн таса пулатăн, ултавлă çынна ултавне кура тавăрса паратăн.
(28) Эсĕ хурлăх тÿсекенсене çăлатăн, мăнаçлисем çине пăхса илетĕн те — вĕсене кĕçĕнлететĕн.
(29) Эй Çÿлхуçамăм, Эсĕ — манăн çуттăм; Çÿлхуçа манăн сĕмлĕхе çутăлтарать.
(30) Санпа пĕрле эпĕ тăшман çарне аркататăп, Туррăмпа пĕрле хÿме урлă каçатăп.
(31) Турă! — Унăн çулĕ айăпсăр, Çÿлхуçанăн сăмахĕ таса. Хăйне шанакансемшĕн пуриншĕн те хулкан Вăл.
(32) Çÿлхуçасăр пуçне кам Турă пултăр тата? пирĕн Турăсăр пуçне кам тата хута кĕрекенĕ?
(33) Турă манăн пилĕке вăйхăват çыхать, мана тĕрĕс çул кăтартать;
(34) манăн урасене пăлан ури пек тăвать, мана çÿллĕ çĕре тăратать;
(35) аллăмсене вăрçă вăрçма вĕрентет, шăнăрăмсене пăхăр ухă пек карăнтарать.
(36) Эсĕ мана Хăвăн çăлакан хулканна паратăн, Санăн ырăлăху мана асла кăларать.
(37) Эсĕ мана пысăк утăмпа уттаратăн, урасем такăнмаççĕ манăн.
(38) Эпĕ хамăн тăшмансене хăвалатăп, вĕсене аркататăп, вĕсене пĕтермесĕр каялла таврăнмастăп;
(39) вĕсене çĕмĕретĕп, аркататăп, вĕсем тăраймаççĕ, манăн ура айне ÿкеççĕ.
(40) Эсĕ мана вăрçă вăрçма пилĕкĕме вăйхăват çыхатăн, мана хирĕç тăракансене ура айне ÿкеретĕн;
(41) Эсĕ мана тăшмансен çурăмне кăтартатăн, эпĕ хама курайманнисене тĕппипе пĕтеретĕп:
(42) вĕсем йăлăнаççĕ, анчах çăлаканĕ çук; Çÿлхуçана тархаслаççĕ — Вăл вĕсене илтмест;
(43) эпĕ вĕсене тусан авăснă пек салатса яратăп, урамри пылчăка таптанă пек таптатăп, çăратăп.
(44) Эсĕ мана халăхăм пăлхавĕнчен хăтартăн, мана ют ăрусен пуçлăхĕ пулма сыхласа хăвартăн; хам пĕлмен халăхсемех мана ĕçлесе тăраççĕ;
(45) ман çинчен илтнипех мана пăхăнаççĕ; ют ăру çыннисем ман умра йăпăлтатаççĕ;
(46) ют халăх çыннисем хăйсен хÿтлĕхĕсенчех сăнран кай са чĕтресе тăраççĕ.
(47) Çÿлхуçа чĕрĕ, мана хÿтĕлекен мухтавлă! Мана çăлакан Турă асла тухтăр!
(48) Маншăн тавăракан Турă, халăхсене мана пăхăнтаракан Турă,
(49) мана тăшмансенчен хăтаракан Турă асла тухтăр! Эсĕ мана хама хирĕç тăракансенчен çÿле çĕклерĕн, мана хаяр çынран хăтартăн.
(50) Эй Çÿлхуçамăм, çавăнпа Сана ют халăхсем хушшинче мухтавлăп, Санăн ятна аслăласа юрлăп:
(51) Эсĕ — Хăвăн патшуна хăватлăн çăлаканĕ, Хăвăн çу сĕрнĕ çыннуна Давида, унăн йăхне ĕмĕрĕмĕр ырăлăх кăтартаканĕ!
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
23
(1) Çакă — Давидăн юлашки сăмахĕ, Иессей ывăлĕ Давид калани, çÿле çĕкленнĕ ар, Иаков Турри çу сĕрнĕскерĕ, Израиль çĕрĕн мухтавлă юрăçи калани.
(2) Ман ăшăмра Çÿлхуçа Сывлăшĕ калаçать, чĕлхем вĕçĕнче — Унăн сăмахĕ.
(3) Израиль Турри, Израилĕн чул хысакĕ ман пирки çапла каланă: пуç пулнă чухне Турăран хăрасассăн, çынсемпе пуç пулаканĕ сăваплă пулĕ.
(4) Ирхине тул çутăлса килсессĕн, янкăр тÿпене хĕвел тухсассăн, çумăр хыççăн уяртсан курăк паркаланса ÿсет —
(5) çавăн пек мари Турăшăн манăн килĕм? Вăл манпа ĕмĕрлĕхе халал хывнă — çирĕп те арканми халал. Манăн пĕтĕм çăлăнăçăм, пĕтĕм ĕмĕтшухăшăм çапла Унран килсе тăмастьи?
(6) Усал çынсем вара тăпăлтарса пăрахнă йĕплĕ курăк пек пулĕç — ăна алăпа та тытмаççĕ;
(7) ăна тĕкĕнес теекенĕ тимĕр е сăнă аври тытать, ăна çав вырăнтах вутçулăмпа çунтарса ярать.
(8) Акă Давид хăюçахĕсен ячĕсем: Исбосеф, Ханаан çынни, виççĕшĕнчен чи асли вăл шутланнă; вăл хăй пĕрпĕччен сăнăпа сакăрçĕр çынна тĕп тунă.
(9) Ун хыççăн Елеазар — Ахоха ывăлĕн Додонăн ывăлĕ; вăл — вăрçа пуçтарăннă Филистимсене тăрăхласаилĕртсе кăларнă чухне Давидпа пĕрле пулнă виçĕ паттăртан пĕри;
(10) Израильсем вĕсене хирĕç тухнă та, вăл Филистимсене аркатма тытăннă, ĕшеннĕ алли хĕç çумне çыпçăнса ларичченех çапăçнă. Вара çав кун Çÿлхуçа аслă çĕнтерÿ парнеленĕ, Елеазар хыççăн пыракан халăх вилнисен япалисене çеç пуçтарса пынă. иУн хыççăн Шамма — Аге ывăлĕ, Гарар çынни. Филистимсем Фирияна кайма тухнă чухне ясмăк акнă ана патĕнче халăх Филистимсенчен тарма тытăннă,
(12) Шамма вара ясмăк ани варрине тăнă та анине те сыхласа хăварнă, Филистимсене те аркатса тăкнă. Ун чухне Çÿлхуçа аслă çĕнтерÿ парнеленĕ.
(13) Çаксем виççĕшĕ, вăтăр çарпуçран чи аслисем, ĕççи вăхăтĕнче Давид патне Одоллам ту хăвăлне пынă, ун чухне филистимсен эшкерĕ Рефаимсен айлăмĕнче тăнă пулнă.
(14) Давид ун чухне çирĕплетнĕ хÿтĕ вырăнта, Филистимсен çарĕ вара Вифлеемра тăнă.
(15) Давидăн шыв ĕçесси килнĕ те, вăл: кам мана Вифлеем хапхи умĕнчи пусăран шыв илсе килсе ĕçтерĕ? тенĕ.
(16) Çавăн чухне çак виçĕ паттăр, филистимсен тапăрĕ витĕр тухса, Вифлеем хапхи патĕнчи пусăран Давид валли шыв ăсса килнĕ. Анчах Давид çак шыва ĕçес темен, ăна Çÿлхуçана мухтаса çĕре тăкнă та
(17) çапла каланă: эй Çÿлхуçамăм, çак шыва ĕçесрен сыхласам мана! хăйсен пурăнăçне хĕрхенмесĕр кайнă çынсен юнĕ мари ку? тенĕ. Вара патша çак шыва ĕçес темен. Акă мĕн тунă çав виçĕ хăюçах!
(18) Авесса вара — Иоав шăллĕ, Саруия ывăлĕ — тата тепĕр виçĕ хăюçах хушшинче чи палли пулнă; вăл хăйĕн сăннипе виççĕр çын вĕлернĕ, леш виçĕ паттăр умĕнче мухтавлă пулнă.
(19) Виççĕшĕ хушшинче вăл чи чапли шутланнă, вĕсен пуçлăхĕ пулнă, анчах леш виçĕ паттăрпа танлашайман.
(20) Ванея — паттăр арăн Иодайăн ывăлĕ, Кавцеил çынни — хăйĕн ĕçĕсемпе чапа тухнă; вăл моавсен икĕ çулпуçне вĕлернĕ; вăлах юр ÿкнĕ вăхăтра арăслан шăтăкне анса арăслана вĕлернĕ;
(21) вăлах тата Еги петăн пĕр паллă çыннине вĕлернĕ; Египет çыннин аллинче сăнă пулнă, Ванея ăна хирĕç патакпа çеç тухнă, Египет çыннин аллинчен сăннине туртса илнĕ те ăна çав сăнăпах вĕлерсе пăрахнă:
(22) акă мĕн тума пултарнă Ванея, Иодай ывăлĕ; ăна леш виçĕ паттăр та чаплă çын вырăнне хунă;
(23) вăл вăтăр çарпуçран чаплăраххи пулнă, анчах та леш виçĕ паттăрпа танлашайман. Давид ăна хăйĕн сыхлавçисен пуçлăхĕ тунă.
(24) [Акă Давид патша хăюçахĕсен ячĕсем:] Иоавпа пĕртăван Асаил — вăтăр çарпуç шутĕнче; Елханан — Додо ывăлĕ, Вифлеем çынни,
(25) Харод çынни Шамма, Харод çынни Елика,
(26) Палтит çынни Херец, Ира — Икеш ывăлĕ, Фекоя çынни,
(27) Анафоф çынни Евиезер, Хушат çынни Мебуннай,
(28) Ахоха çынни Цалмон, Нетофа çынни Магарай,
(29) Хелев — Баана ывăлĕ, Нетофа çынни, Иттай — Рибай ывăлĕ, Вениамин ывăлĕсен çĕрĕнчи Гива çынни,
(30) Пирафон çынни Ванея, НахлеГааш çынни Иддай,
(31) Арбат çынни АвиАлбон, Бархум çынни Азмавет,(32) Шаалбони çынни ЕЛияхба; Яшен ывăлĕсенчен — Ионафан,
(33) Гарир çынни Шама, Ахиам — Шарар ывăлĕ, Арар çынни,
(34) Елифелет — Магахати ывăлĕн Ахасбайăн ывăлĕ, Елиам — Ахитофел ывăлĕ, Гило çынни,
(35) Кармил çынни Хецрай, Арбит çынни Паарай,
(36) Игал — Нафан ывăлĕ, Цоба çынни, Гад йăхĕн çынни Бани,
(37) Аммон çынни Целек, Берот çынни Нахарай — Саруия ывăлĕн Иоавăн кăралне йăтса çÿрекенĕ,
(38) Итр çынни Ира, Итр çынни Гареб,
(39) хет çынни Урия. Мĕнпурĕ вăтăр çиччĕн.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 ]
24
(1) Çÿлхуçа Израиле каллех çилленсе çитнĕ, çавăнпа Вăл Давида халăх йышне шута илме чарман, Давид ĕнтĕ: кайăр та Израильпе Иудăна шутласа тухăр, тенĕ.
(2) Патша вара хăй çумĕнчи çарпуçа Иоава каланă: Израилĕн [тата Иудăн] пĕтĕм йăхĕ патне Данран пуçласа Вирсавия таран çитсе кил, халăх йышне шутласа тухăр, эпĕ мĕн чухлĕ çын пулнине пĕлем, тенĕ.
(3) Иоав патшана каланă: Çÿлхуçа Турру халăх йышне хальхи чухлĕ тепре хуштăр, тата çĕр хут ытларах хуштăр, патша хуçамăн куçĕ çакна куртăр; анчах патша хуçамăм мĕншĕн çак ĕçе тăвасшăнха? тенĕ.
(4) Анчах патша Иоавпа çарпуçсене каланă сăмах çĕнтернĕ. Иоав çарпуçсемпе пĕрле Израиль халăхне шутлама тухса кайнă.
(5) Вĕсем Иордан урлă каçнă та Гад айлăмĕн варринче, Иазер енче вырăнаçнă Ароер хулинче, унăн сылтăм хутлăхĕнче, чарăнса тăнă;
(6) унтан Галаада тата ТахтимХодши çĕрне çитнĕ; ДанЯан хулинче пулнă, Сидон тавра çаврăннă;
(7) Тир керемĕ патне çитнĕ, хивейсемпе Ханаансен мĕнпур хулинче пулнă, Иудейăн кăнтăр енне Вирсавияна тухнă;
(8) пĕтĕм çĕре çаврăнса тухнă та тăхăр уйăх та çирĕм кунран Иерусалима таврăннă.
(9) Вара Иоав халăх йышне шута илнĕ çырăва патшана панă; ун тăрăх, вăрçа юрăхлă, вăйпитти Израильсем сакăрçĕр пин ар, иудейсем пилĕкçĕр пин пулнă.
(10) Халăх йышне шута илсе тухсассăн, Давид чĕри картах сикнĕ. Давид ĕнтĕ Çÿлхуçана каланă: çапла туса йывăр çылăха кĕтĕм эпĕ; Çÿлхуçамăм, халĕ Сана йăлăнатăп, Хăвăн чурун çылăхне каçарсам: эпĕ ытла та ăссăрла хăтлантăм, тенĕ. иТепĕр кун ирхине, Давид вăрансассăн, Гад пророка — Давид витĕркуранне — Çÿлхуçаран сăмах пулнă:
(12) пыр, Давида кайса пĕлтер: Турă çапла калать те: Эпĕ сана виçĕ тĕрлĕ хаса сĕнетĕп; хăв валли вĕсенчен пĕрне суйласа ил — сана çавă çитĕ.
(13) Гад вара Давид патне пынă та ăна çапла пĕлтерсе каланă: суйласа ил — санăн çĕршывунта çичĕ çул хушши выçлăх пулмаллаи, санăн хăвăн тăшманусенчен виçĕ уйăх тарса çÿремеллеи, вĕсем сана йĕрлеччĕри е санăн çĕршывунта виçĕ кун хушши мур чирĕ çÿретĕри? халĕ шутла та хама Янăскерне манăн мĕнле хуравламаллине татса пар, тенĕ.
(14) Давид ĕнтĕ Гада каланă: мана питĕ йывăр; Турă аллинех лекем, мĕншĕн тесессĕн Унăн ырăлăхĕ пысăк; çын аллине çеç лекес марччĕ, тенĕ. [Давид тулă вырнă вăхăтра мур чирне суйласа илнĕ.]
(15) Çÿлхуçа вара çав ирех Израильсем çине мур чирĕ янă, вăл палăртнă вăхăт вĕçне çитиччен тăсăлнă, [халăх хушшинче мур чирĕ пуçланнă,] Данпа Вирсавия хутлăхĕнче çитмĕл пин çын вилнĕ.
(16) Иерусалима пĕтермешкĕн [Турă] Ангелĕ ун çине аллине тăснă; анчах Çÿлхуçа хулана хĕрхеннĕ те халăха пĕтерекен Ангела каланă: çитĕ, халĕ аллуна ус, тенĕ. Турă Ангелĕ çав вăхăтра иевусей çынни Орна йĕтемĕ патĕнче пулнă.
(17) Халăха пĕтерекен Ангела курсассăн, Давид Çÿлхуçана çапла каланă: ĕнтĕ эпĕ çылăха кĕтĕм, эпĕ [кĕтÿçĕ] йĕркесĕр хăтлантăм; кусем — сурăхсем, вĕсем мĕн тунă? Санăн аллу манăн тата ман аттемĕн килĕ еннелле çаврăнтăр, тенĕ.
(18) Гад çав кун Давид патне пынă та каланă: пыр, иевусей çынни Орна йĕтемĕ çинче Çÿлхуçа валли парне вырăнĕ ларт, тенĕ.
(19) Давид, Гад [пророк] сăмахне итлесе, Çÿлхуçа хушнă пек тунă.
(20) Орна пăхнă та хăй патнелле килекен патшапа ун тарçисене курах кайнă, вăл хирĕç тухнă, ÿпне ÿксе, патшана пуççапнă.
(21) Орна каланă: патша хуçамăм хăйĕн чури патне мĕн тума килчĕши? тенĕ. Давид каланă: йĕтемне сутăн илме, халăх вилме чарăнтăр тесе унта Çÿлхуçа валли парне вырăнĕ тумалла, тенĕ.
(22) Орна Давида каланă: патша хуçамăма мĕн кирлĕ, çавна пурне те илтĕр, парнине те кÿтĕр. Акă пĕтĕмĕшпе çунтармашкăн вăкăрсем пур, вутă турттарса килме урапа та, ут хатĕрĕ те пур.
(23) Патшамăм, Орна çакна йăлтах патшана парать, тенĕ. Орна патшана тата та каланă: Çÿлхуçа Турру сана ырăлăх кÿтĕр! тенĕ.
(24) Патша Орнана çапла каланă: çук, эпĕ хакне тÿлетĕп, Çÿлхуçа Туррăма тÿлевсĕр илнĕ парне кÿместĕп, тенĕ. Вара Давид йĕтемпе вăкăрсене аллă сикль кĕмĕл тÿлесе туяннă.
(25) Ун хыççăн Давид унта Çÿлхуçа валли парне вырăнĕ тунă та пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнесемпе канăçлăх парнисем кÿнĕ. [Каярахпа Соломон парне вырăнне аслăлатнă, мĕншĕн тесессĕн вăл пĕчĕк пулнă.] Вара Çÿлхуçа çырлахнă, Израильсем вилме чарăннă.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓