Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Патшасен Виççĕмĕш Кĕнеки
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
1
(1) Давид патша ватăлса çитсессĕн, пурăнас кунçулĕ кĕскелсе çитсессĕн, ăна тумтирсемпе витсе тăнă, çавах вăл ăшăнма пултарайман.
(2) Ĕнтĕ тарçисем ăна каланă: патша хуçамăр валли çамрăк хĕр шыраса пăхчăр: патша çумĕнче пултăр вăл, ăна пăхса пурăнтăр, пĕрле выртса тăтăр — пагша хуçамăра çапла ăшă пулĕ, тенĕ.
(3) Вара Израильре пур çĕрте те хитре хĕр шыра пуçланă, çапла Сунам хули хĕрне Ависагăна тупнă, ăна патша патне илсе пынă.
(4) Хĕрĕ питĕ илемлĕ пулнă; вăл патша çумĕнчех пулнă, ăна пăхсах тăнă, анчах патша унпа хутшăнман.
(5) Адония — Аггифа ывăлĕ — мăнкăмăлланса кайса: эпĕ патша пулатăп, тенĕ. Вара вăл хăйне валли çар ураписем, утлă çар çыннисем тата хăй умĕнче чупса пыракансене — аллă çын — тытса тăра пуçланă.
(6) Ашшĕ унран нихăçан та: эсĕ мĕншĕн çапла тăватăн? тесе ыйтман, кÿрентермен. Адония, Авессалом хыççăн çуралнăскер, питĕ илемлĕ пулнă.
(7) Вăл Иоавпа, Саруия ывăлĕпе, тата Авиафар священникпа канашласа тăнă, лешĕсем Адонияна пулăшса пынă.
(8) Анчах Садок священник, Иодай ывăлĕ Ванея, Нафан пророк, Семей, Рисий тата Давид паттăрĕсем Адония майлă пулман.
(9) Адония ĕнтĕ Рогель çăлкуçĕ патĕнчи Зохелет чулĕ патĕнче сурăхсемпе вăкăрсем, пăрусем пустарнă та хăйĕн пĕтĕм тăванне, патша ывăлĕсене, тата патша патĕнче ĕçлесе тăракан иудейсене пурне те хăй патне чĕннĕ.
(10) Нафан пророка, Ванеяна, ашшĕн паттăрĕсене, хăйĕн шăллĕне Соломона чĕнмен. иНафан çавăн чухне Вирсавияна — Соломон амăшне — каланă: илтнĕи эсĕ, Аггифа ывăлĕ Адония патша пулса тăнă, пирĕн Давид хуçамăр вара çавăн çинчен пĕлмест те.
(12) Акă ăс паратăп сана: хăвăн пурăнăçна, Соломон ывăлун пурăнăçне çăлса хăвар.
(13) Кай та Давид патша патне кĕрсе кала ăна: эй патша хуçамăм, эсĕ мана, хăвăн чуруна: «санăн Соломон ывăлу ман хыççăн патша пулĕ, манăн аслă пуканăм çине вăл ларĕ» тесе тупа туманччĕи вара? Эппин, мĕншĕнха Адония патшана ларчĕ? те.
(14) Вара, эсĕ унта патшапа калаçса тăнă чухнех, эпĕ сан хыççăн кĕрĕп те сан сăмахусем çумне хамăнне хушса калăп, тенĕ.
(15) Вирсавия ĕнтĕ патша патне çывăрмалли пÿлĕмне кайнă; патша питĕ ватă пулнă, ăна Сунам хули хĕрĕ Ависага пăхса тăнă;
(16) Вирсавия патша умĕнче çĕре çити тайăлнă, пуççапнă; патша: мĕн кирлĕ сана? тенĕ.
(17) Вирсавия ăна каланă: эй патша хуçамăм! эсĕ мана, хăвăн хăрхăмна, Çÿлхуçа Турруна асăнса тупа тунăччĕ: «санăн Соломон ывăлу ман хыççăн патша пулĕ, манăн аслă пуканăм çине вăл ларĕ» тенĕччĕ.
(18) Халĕ акă Адония патшана ларчĕ; эсĕ, патша хуçамăм, пĕлместĕн те çавăн çинчен.
(19) Вăл темĕн чухлĕ вăкăрпа пăру, сурăх пустарнă, патша ывăлĕсене те, Авиафар священника та, Иоав çарпуçа та чĕнтернĕ; Соломон чуруна чĕнмен вара.
(20) Анчах та, патша хуçамăм, Израиль çыннисем пурте сан çине пăхса тăраççĕ: вĕсем санран патша хуçамăм хыççăн унăн аслă пуканĕ çине кам ларассине пĕлтерессе кĕтеççĕ;
(21) унсăрăн, патша хуçамăм хăйĕн ашшĕсем патне канăçлăха ăсансассăн, айăпĕ ман çине тата Соломон ывăлăм çине ÿкĕ, тенĕ Вирсавия.
(22) Вăл патшапа калаçнă хушăра Нафан пророк пырса çитнĕ.
(23) Патшана: Нафан пророк килчĕ, тенĕ. Нафан патша патне кĕнĕ те ăна çĕре ÿксе пуççапнă.
(24) Нафан каланă: эй патша хуçамăм! «Ман хыççăн Адония патша пулĕ, манăн аслă пуканăм çине вăл ларĕ» тесе каланăи эсĕ?
(25) Ентĕ вăл паян килнĕ те темĕн чухлĕ вăкăрпа пăру, сурăх пустарнă, патша ывăлĕсене пурне те, çарпуçсене тата Авиафар священника чĕнтернĕ, халĕ ун патĕнче ĕçсе çиеççĕ, сывă пултăр Адония патша! тееççĕ.
(26) Анчах мана, хăвăн чуруна, Садок священника, Иодай ывăлне Ванеяна, Соломон чуруна чĕнмен унта.
(27) Патша хуçамăм ирĕкĕпе пулчĕши ку? мĕншĕн эсĕ мана, хăвăн чуруна, патша хуçамăм хыççăн унăн аслă пуканĕ çине кам ларассине пĕлтермерĕн? тенĕ Нафан.
(28) Давид патша çапла хуравласа каланă: ман патăма Вирсавияна чĕнĕр, тенĕ. Вирсавия кĕнĕ те патша умне тăнă.
(29) Патша тупа туса каланă: манăн чунăма пур тĕрлĕ инкекрен те хăтарса пынă Çÿлхуçа чĕрĕ!
(30) Эпĕ сана Израилĕн Çÿлхуçа Туррине асăнса тупа тунăччĕ: «санăн Соломон ывăлу ман хыççăн патша пулĕ, вăл манăн аслă пуканăм çине ларĕ» тенĕччĕ, паян çапла тăвăп та эпĕ, тенĕ.
(31) Вирсавия патша умĕнче çĕре çити тайăлнă, пуççапса каланă: Давид патша хуçамăм ĕмĕрĕмĕр пурăнтăр! тенĕ.
(32) Давид патша каланă: ман патăма Садок священникпа Нафан пророка тата Иодай ывăлне Ванеяна чĕнĕр, тенĕ. Вара çавсем патша патне кĕнĕ.
(33) Патша вĕсене каланă: хăвăрпа пĕрле хуçăрăн тарçисене илĕр те Соломон ывăлăма манăн мул çине лартса Гион патне илсе кайăр,
(34) Садок священникпа Нафан пророк унта ăна Израиль патшине лартмашкăн çу сĕрччĕр, эсир трупа кăшкăртăр, сывă пултăр Соломон патша! тесе кăшкăрăр.
(35) Çавăн хыççăн ăна каялла илсе килĕр, вăл килĕ те манăн аслă пуканăм çине ларĕ; вăл ман вырăна патша пулĕ; эпĕ ăна Израильпе Иуда çулпуçĕ пулма пехилленĕ, тенĕ.
(36) Ванея, Иодай ывăлĕ, патшана хуравласа каланă: аминь! патша хуçамăн Çÿлхуçа Турри те çаплах калатăр:
(37) Çÿлхуçа Турă патша хуçамăмпа пулнă пек, Вăл Соломонпа пĕрле пултăр, унăн аслă пуканне Давид патша хуçамăн аслă пуканĕнчен те ытларах мухтава кăлартăр! тенĕ.(38) Вара Садок священникпа Нафан пророк, Иодай ывăлĕ Ванея тата хелефейсемпе фелефейсем кайнă та Соломона, Давид патшанăн мулĕ çине лартса, Гион патне илсе пынă.
(39) Садок священник кĕлĕ чатăрĕнчен йывăç çăвĕ янă мăйрака илнĕ, Соломона çу сĕрнĕ. Вара трупа кăшкăртса янă, пĕтĕм халăх: сывă пултăр Соломон патша! тесе кăшкăрса тăнă.
(40) Соломона пĕтĕм халăх ăсатнă, халăх шăхличĕ каланă, чунтан савăннă,— хаваслă сасă янăраса тăнипе çĕр чĕтреннĕ.
(41) Адонияпа унăн хăнисем çакна шăпах ĕçкĕçикĕ вĕçленсен илтнĕ; Иоав, трупа сассине илтсе, каланă: мĕне пула çапла шавласа кайнăха хула? тенĕ.
(42) Вăл каласа пĕтеричченех Ионафан — Авиафар священник ывăлĕ — пырса çитнĕ. Адония ăна каланă: кĕр; эсĕ — тÿрĕ çын, ырă хыпарпа çÿретĕн, тенĕ.
(43) Ионафан ĕнтĕ Адонияна хуравласа каланă: çапла, пирĕн Давид патша хуçамăр Соломона патшана лартнă;
(44) Соломонпа пĕрле патша Садок священника, Нафан пророка, Иодай ывăлне Ванеяна тата хелефейсемпе фелефейсене янă, лешĕсем Соломона патшанăн мулĕ çине лартса илсе кайнă;
(45) вара Гионра Садок священникпа На фан пророк ăна патша пулма çу сĕрнĕ, унтан савăнса таврăнчĕç, ĕнтĕ хула хускалнă. Эсир илтекен шăвшав çавă вăл.
(46) Соломон ĕнтĕ патша пуканĕ çине ларнă.
(47) Патша тарçисем те Давид патша хуçамăра саламлама пырса кайнă: санăн Турру Соломонăн ятне хăвăн ятунтан та ытларах мухтава кăлартăр, унăн аслă пуканне те санăннинчен çÿлерех çĕклетĕр, тенĕ. Патша хăйĕн выртан вырăнĕ çинчех пуçне тайнă та
(48) çапла каланă: Израилĕн Çÿлхуçа Турри мухтавлă: паян Вăл [манăн вăрлăхăмран] манăн аслă пуканăм çине ларакана пачĕ, çакна манăн куçăмсем курса тăраççĕ! тенĕ, тесе пĕлтернĕ Ионафан.
(49) Вара Адония хăнисем, хăраса ÿксе, кашнийĕ хăйĕн çулĕпе тухса саланнă.
(50) Соломонран хăраса Адония хăй те тухса тарнă, парне вырăнĕ патне çитсе ун мăйракинчен ярса тытнă.
(51) Ĕнтĕ Соломона хыпар тунă: Адония Соломон патшаран хăрать, акă вăл парне вырăнĕн мăйракинчен тытса тăрать: «халĕ Соломон патша мана, хăйĕн чурине, вĕлерместĕп тесе сăмах патăр» тет, тенĕ.
(52) Соломон каланă: эхер те вăл тÿрĕ çын пулса пурăнас пулсассăн, унăн çÿç пĕрчийĕ те çĕре ÿкес çук; чееленме тăрсассăн — вилетех, тенĕ.
(53) Унтан Соломон [патша] ăна чĕнме янă, вара Адонияна парне вырăнĕ патĕнчен илсе килнĕ. Вăл Соломон патша умне ÿксе пуççапнă. Соломон ăна: килне каях ĕнтĕ, тенĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
2
(1) Давидăн вилес вăхăчĕ çывăхарса çитнĕ, вара вăл хăй ывăлне Соломона çапла каласа пехил парса хăварнă:
(2) акă ĕнтĕ эпĕ пĕтĕм çĕр çулĕпе уйăрăлса каятăп, эсĕ вара тĕреклĕ пул, çирĕп пул;
(3) пĕтĕм тытастăвас ĕçÿнте — пур тĕлĕшрен те, кирек ăçта кайсанпырсан та — пур çĕрте те ăслă-тăнлă пулас тесессĕн, эсĕ, Моисей саккунĕнче çырнă пек, Çÿлхуçа Турă çулĕпе çÿресе, Вăл панă йĕркесемпе Унăн ÿкĕчĕсене, Вăл кăтартнă йĕркесемпе Вăл хунă йĕркесене тытса пырса, хăвăн Турру хывнă халала астуса тăр;
(4) çапла вара Çÿлхуçа мана мĕн каланине, «эхер те санăн ывăлусем Манăн умра хăйсен пĕтĕм чунĕчĕринчен килекен чăнлăхпа çÿресессĕн, хăйсен çулĕнчен аташмасассăн, Израилĕн аслă пуканĕ çинче сан йăхунтан çуралнисем ларасси татăлмĕ» тесе каланă Хăйĕн сăмахне, вырăна килтерĕ.
(5) Тата: Иоав, Саруия ывăлĕ, мана мĕн тунине пĕлетĕн, вăл Израиль çарĕн икĕ çулпуçне — Нир ывăлне Авенира тата ИЕфер ывăлне Амессая — мĕн кăтартнине те, вĕсене лăпкă самана тăнă вăхăтрах вĕлернине, вăрçă юнĕ тăкса хăй пилĕкĕнчи пиçиххипе хăй уринчи ура сыррине вăрçă юнĕпе хĕретнине пĕлетĕн эсĕ;
(6) унăн ватăлса шуралнă пуçне тамăка ахаллĕн ярас мар тесессĕн, хăвăн ăсу хушнă пек ту.
(7) Галаадри Верзеллий ывăлĕсемпе вара ырă пул, вĕсем санăн сĕтелÿнтен тăранса пурăнакансем хушшинче пулччăр: эпĕ Авессалом пиччÿнтен тарса çÿренĕ чухне вĕсем ман патăма пынăччĕ.(8) Акă тата санăн Семей — Бахуримри Вениамин çыннийĕн Геран ывăлĕ — пур: эпĕ Маханаим хулине кайнă чухне вăл мана питĕ усал сăмахсемпе хăртнăччĕ; анчах вăл Иордан патĕнче мана хирĕç тухса кĕтсе илчĕ те, эпĕ вара ăна Çÿлхуçана асăнса: «сана вĕлермĕп» тесе тупа тунăччĕ;
(9) эсĕ ăна хаса памасăр ан хăвар: эсĕ ăслă çын, çавăнпа, унăн ватăлса шуралнă пуçне тамăка юн ăшĕнче ăсатас тесессĕн, ăна мĕн тумаллине хăвах пĕлетĕн, тенĕ Давид.
(10) Давид ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна Давид хулинче пытарнă. “Давид Израиль патшалăхне хĕрĕх çул тытса тăнă: Хеврон хулинче вăл çичĕ çул, Иерусалимра вăтăр виçĕ çул патшара ларнă.
(12) Çапла ĕнтĕ Соломон хăй ашшĕн Давидăн аслă пуканĕ çине ларнă, патшалăха вăл питĕ çирĕп тытса тăнă.
(13) Адония — Аггифа ывăлĕ — Соломон амăшĕ Вирсавия патне пынă, [ун умĕнче çĕре çити тайăлнă]. Вирсавия ăна: ырă кăмăлпа килтĕни эсĕ? тенĕ. Лешĕ: ырă кăмăлпа, тенĕ.
(14) Унтан тата: ман сана каламалли сăмах пур, тенĕ. Вирсавия: кала, тенĕ.
(15) Адония каланă: эсĕ пĕлетĕн, патшалăх ман аллăмраччĕ, пĕтĕм Израиль ман çине пулас патша тесе пăхса тăратчĕ; анчах патшалăх, манран куçса, ман шăллăма тиврĕ: Çÿлхуçа ĕçĕ пулчĕ ĕнтĕ ку;
(16) халĕ эпĕ санран пĕр ĕç тума ыйтатăп, кăмăл тусамччĕ мана, тенĕ. Вирсавия ăна: кала, тенĕ.
(17) Адония каланă: тархасласах ыйтатăп, Соломон патшапа калаçса пăхсамччĕ, вăл сана хирĕç пулмĕ, мана вăл Сунам хули хĕрне Ависагăна качча патăрччĕ, тенĕ.
(18) Вирсавия каланă: юрĕ, эпĕ сан çинчен патшапа калаçса пăхăп, тенĕ.
(19) Вирсавия ĕнтĕ Соломон патша патне Адония çинчен калама кĕнĕ. Патша ура çине тăрса ун умĕнче çĕре çити тайăлнă та каллех хăйĕн пуканĕ çине ларнă. Вăл амăшĕ валли те пукан лартса панă, лешĕ ывăлĕн сылтăм енне ларнă та
(20) çапла каланă: ман санран пĕр пысăках мар ĕç пирки ыйтмалли пур, кăмăл тусамччĕ мана, тенĕ. Патша ăна: ыйт, аннем, эпĕ сана кăмăл тумасăр тăмăп, тенĕ.
(21) Амăшĕ каланă: Сунам хули хĕрне Ависагăна Адония пиччÿне качча парсамччĕ, тенĕ.
(22) Соломон патша хăйĕн амăшне çапла хуравласа каланă: мĕншĕнха эсĕ Адония валли Сунам хули хĕрне Ависагăна ыйтатăн? ун валли патшалăх та ыйт: вăл — манăн пичче, тата унпа Авиафар священник та, Саруия ывăлĕ Иоав [çарпуç та туслă], тенĕ.
(23) Соломон патша вара Çÿлхуçа ячĕпе тупа туса каланă: Адония çакăн пек сăмаха хăйĕн пуçне пĕтерме каламан пулсассăн, Турă мана ăна та, кăна та кăтарттăр, тата ытларах та кăтарттăр;
(24) паянах,— мана тĕреклентернĕ, ман Давид аттемĕн аслă пуканĕ çине лартнă, тата, Хăй каланă пек, манăн килĕме патшалăх панă Çÿлхуçа чĕрĕ,— Адония паянах вилĕме тивĕçлĕ, тенĕ.
(25) Вара Соломон патша Иодай ывăлне Ванеяна çав ĕçпе янă; Ванея кайнă та Адонияна чиксе пăрахнă, Адония вилнĕ.
(26) Авиафар священника вара патша çапла каланă: эсĕ хăвăн хирне Анафофа кай; эсĕ вилĕме тивĕçлĕ, анчах эпĕ сана халлĕхе вĕлерместĕп, мĕншĕн тесессĕн эсĕ Давид аттем умĕнче Çÿлхуçа Патша саккунĕн арчине çĕклесе пынă, аттем мĕн тÿснине эсĕ те тÿссе ирттернĕ, тенĕ.
(27) Соломон ĕнтĕ Авиафара Çÿлхуçа умĕнче священникра тăрассинчен сирнĕ, çапла вара Çÿлхуçа Силом хулинче Илий килĕ çинчен мĕн калани тÿрре килнĕ.
(28) Çакăн çинчен Иоава та хыпар çитнĕ,— Иоав вара Адония майлă пулнă, Соломон майлă пулман,— вăл ĕнтĕ кĕлĕ чатăрне тарса кайнă та парне вырăнĕн мăйракинчен ярса тытнă.
(29) Соломон патшана Иоав Çÿлхуçанăн кĕлĕ чатăрне тарса кайни çинчен, вăл парне вырăнĕ умĕнче тăни çинчен пĕлтернĕ. Соломон вара Иодай ывăлне Ванеяна: кай та вĕлер ăна, [пытар ăна,] тесе хушса янă.
(30) Ванея кĕлĕ чатăрне пынă та ăна: патша хушрĕ: тух! тенĕ. Лешĕ: çук, манăн кунта вилес килет, тенĕ. Ванея çакăн çинчен патшана пĕлтернĕ: Иоав çапла каларĕ, мана çапла хуравларĕ, тенĕ.
(31) Патша Ванеяна каланă: хăй каланă пек ту, вĕлер те пытар ăна, çапла Иоав тăкнă айăпсăр юна ман çинчен те, аттем килĕ çинчен те çуса яр;
(32) вăл хăйĕнчен лайăх, айăпсăр икĕ ара вĕлернĕ: Авенира — Нир ывăлне, Израиль çарпуçне, тата Амессая — ИЕфер ывăлне, Иудея çарпуçне; вĕсене Давид аттеме пĕлтермесĕр хĕçпе касса пăрахнă, çавăншăн унăн юнне Çÿлхуçа унăн пуçĕ çинех çавăртăр;
(33) вĕсен юнĕ ĕмĕрлĕхе Иоав пуçĕ çине, ун йăхĕн пуçĕ çине пултăр, Давидпа унăн йăхне вара, унăн килĕпе аслă пуканне Çÿлхуçаран ĕмĕрлĕхе канăçлăх пултăр! тенĕ.
(34) Вара Иодай ывăлĕ Ванея кайнă та Иоава чиксе пăрахнă, вĕлернĕ ăна; Иоава пушхирте хăйĕн çурчĕ çывăхĕнче пытарнă.
(35) Ун вырăнне çарпуç пулма Соломон патша Иодай ывăлне Ванеяна лартнă; [патшалăха тытса тăрасси Иерусалимра пулса пынă;] Садок священника ĕнтĕ Авиафар вырăнне [чи аслă священника] лартнă. [Çÿлхуçа Соломона питех те пысăк ăсхакăлпа ăслăлăх, тинĕс хĕрринчи хăйăр пек нумай пĕлÿ панă. Соломон пĕтĕм тухăç ывăлĕсенчен те, Египетри пĕтĕм ăсчахсенчен те ăслă-тăнлăрах пулнă. Соломон ĕнтĕ фараон хĕрне качча илнĕ, ăна Давид хулине илсе килнĕ, Соломон хăйĕн керменне, пуринчен малтан Турă Çуртне лартса пĕтериччен, Иерусалим йĕритавра хÿме хÿсе çавăриччен ăна çавăнта пурăнтарнă, çуртйĕр ĕçĕсене вăл çичĕ çулта вĕçленĕ. Соломонăн йывăр çĕклем йăтакансем çитмĕл пин çын, тусем хушшинче чул касакансем сакăрвунă пин çын пулнă. Соломон тинĕс туса ун чаракĕсене ларттарнă, пысăк мунча туса лартнă, юпасем лартнă, картишĕнче çăл кăларттарнă, пăхăр тинĕс тутарнă, тĕреклĕлетсе кермен тунă, Давид хулине çирĕплетнĕ. Фараон хĕрĕ ĕнтĕ Давид хулинчен патша ун ятне лартнă кермене куçнă; çавăн чухне Соломон хула йĕритавра хÿме çавăрнă. Çÿлхуçана парне кÿрсе тăма парне вырăнĕ тунă, ун çинче Соломон çулталăкра виçĕ хутчен парне — пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парнесемпе канăçлăх парнисем — кÿнĕ, çавăнтах Çÿлхуçа умĕнче ырă шăршăллă тĕтĕм тĕтĕрнĕ, ĕнтĕ Çурта туса пĕтернĕ. Соломон пуçарнă ĕçсене астуса тăма лартнă тĕп пуçлăхсем виçĕ пин те ултçĕрĕн пулнă, вĕсем ĕç ĕçлекен халăха йĕркере тытса тăнă. Соломон çапла Ассур, Магдон, Газер, Тури Вефорон тата Валалаф хулисене туса лартнă; анчах ку хуласене вăл Çÿлхуçа Çуртне туса лартнă хыççăн, Иерусалим йĕритавра хÿме хÿсе çавăрнă хыççăн тунă. Тата хăй чĕрĕ чухне Давид Соломона çапла хушса хăварнă: акă санăн Семей — Бахуримри Иемени ывăлĕн Геран ывăлĕ — пур; эпĕ Маханаим хулине кайнă чухне вăл мана питĕ усал сăмахсемпе хăртнăччĕ; анчах вăл Иордан патĕнче мана хирĕç тухса кĕтсе илчĕ те, эпĕ вара ăна Çÿлхуçана асăнса: «сана вĕлермĕп» тесе тупа тунăччĕ; эсĕ ăна хаса памасăр ан хăвар: эсĕ ăслă çын, çавăнпа, унăн ватăлса шуралнă пуçне тамăка юн ăшĕнче ăсатас тесессĕн, ăна мĕн тумаллине хăвах пĕлетĕн, тенĕ.]
(36) Ĕнтĕ патша Семее чĕнтерсе илнĕ те каланă ăна: Иерусалимра çурт ларт та çакăнтах пурăн, кунтан ниçта та тухса ан çÿре;
(37) пĕлсе тăр: унтан тухса Кедрон юхăмĕ урлă каçнă кун эсĕ вилетĕнех; юну хăвăн пуçу çине пулĕ, тенĕ.
(38) Семей патшана каланă: юрĕ; патша хуçамăм мĕнле хушнă, санăн чуру çапла тăвĕ, тенĕ. Семей вара Иерусалимра нумай вăхăт хушши пурăннă.
(39) Анчах тепĕр виçĕ çултан Семейĕн икĕ чури Анхус патне — Геф патши, Мааха ывăлĕ патне — тарнă. Семее: итле, санăн чурусем Гефра, тесе пĕлтернĕ.
(40) Семей вара ашакне йĕнерлесе Геф хулине Анхус патне чурисене шырама тухса кайнă. Семей çапла хăйĕн чурисене Гефран илсе таврăннă.
(41) Соломона ĕнтĕ Семей Иерусалимран ГЕфа кайса килни çинчен хыпар çитернĕ.
(42) Патша ăна çын ярса чĕнтерсе илнĕ те çапла каланă: эпĕ Çÿлхуçана асăнса тупа туманччĕи сана: «пĕлсе тăр, ăçта та пулин тухса кайнă кун эсĕ вилетĕнех» тесе каламанччĕи? эсĕ мана: «юрĕ» тенĕччĕ;
(43) мĕншĕнха, эппин, эпĕ сана Çÿлхуçа умĕнче тупа туса хушнине итлемерĕн? тенĕ.
(44) Патша Семее тата та каланă: эсĕ манăн Давид аттеме мĕн чухлĕ усал кăтартнине хăв та пĕтĕмпех пĕлетĕн, чĕрÿ те пĕлет; Çÿлхуçа санăн усаллăхна хăвăн пуçу çине çавăртăр!
(45) Соломон патша вара мухтавлă пултăр, Давидăн аслă пуканĕ те Çÿлхуçа умĕнче ĕмĕрех тĕреклĕ пултăр! тенĕ.
(46) Унтан патша Иодай ывăлне Ванеяна мĕн тумаллине хушнă, Ванея кайнă та Семее чиксе пăрахнă, лешĕ вилнĕ вара.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
3
(1) [Патшалăх Соломон аллинче тĕреклĕленсе çитсессĕн,] Соломон фараонпа — Египет патшипе — хурăнташланнă: фараон хĕрне качча илнĕ, ăна Давид хулине илсе килнĕ, Соломон хăйĕн керменĕпе Çÿлхуçа Çуртне лартса пĕтериччен, Иерусалим йĕритавра хÿме хÿсе çавăриччен ăна çавăнта пурăнтарнă.
(2) Халăх парнесене çаплах сăрт тÿпемĕсем çинче кÿрсе тăнă, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа ячĕпе Çурт лартман пулнăха.
(3) Хăйĕн ашшĕ Давид панă йĕркепе пурăнса, Соломон Çÿлхуçана юратсаĕненсе пурăннă; анчах вăл та сăрт тÿпемĕсем çинче парнесем кÿрсе тăнă, унта ырă шăршă тĕтĕрнĕ.
(4) Çапла парне кÿмешкĕн патша Гаваон хулине кайнă: унта тĕп парне вырăнĕ пулнă. Çав парне вырăнĕ çинче Соломон пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесем пин парне кÿнĕ.
(5) Гаваонра Соломона çĕрле тĕлĕкре Çÿлхуçа курăннă, Турă çапла каланă: мĕн парас сана, ыйт, тенĕ.
(6) Соломон каланă: Эсĕ Хăвăн Давид чуруна, манăн аттеме, пысăк ырăлăх панă; вăл Санăн умăнта тÿрĕлĕхпе чăнлăха уяса, таса чунчĕрепе тăнăшăн Эсĕ, çав пысăк ырăлăха ун валлиех хăварса, ăна унăн аслă пуканĕ çине ларма пултаракан ывăл панă; халĕ чăнахах та тÿрре килчĕ ку;
(7) эй Çÿлхуçа Туррăм, Эсĕ ĕнтĕ мана, Хăвăн чуруна, Давид аттемĕм вырăнне патшана лартрăн; анчах эпĕ тайăн ача, мĕнле кĕрсе мĕнле тухмаллине те пĕлместĕп;
(8) Санăн чуру — Эсĕ суйласа илнĕ халăху хушшинче; ку халăх — калама çук йышлă, ăна шутласа кăларма та, куçпа виçсе илме те çук;
(9) Санăн халăхна пĕлсе сут тумашкăн, ыррипе усаллине уйăрма пĕлмешкĕн Хăвăн чуруна ăслă чĕре парсамччĕ; унсăрăн Санăн çак йышлă халăхна кам пăхса тăрайтăр? тенĕ.
(10) Соломон çапла ыйтни Çÿлхуçашăн кăмăллă пулнă. пТурă ăна каланă: çапла ыйтнăшăн, хăвăншăн вăрăм кунçулпа пуянлăх ыйтманшăн, хăвăн тăшманусен чунĕсене ыйтманшăн, анчах пĕлсе сут тума ăсхакăл ыйтнăшăн
(12) Эпĕ ху ыйтнă пек тăвăп: акă Эпĕ сана тĕрĕс те ăслă чĕре паратăп, ĕнтĕ сан умĕн те сан евĕрли пулман, сан хыççăн та сан евĕрли пулас çук, тенĕ;
(13) Эпĕ сана ху ыйтманнине те, пуянлăхпа чап та, паратăп, çапла вара хăвăн пĕтĕм кунçулу тăршшĕнче те патшасем хушшинче сан евĕрли пулмĕ;
(14) эсĕ, хăвăн Давид аçу çÿренĕ пек, Эпĕ панă йĕркесене, Манăн ÿкĕтĕмсене тытса тăрса Ман çулпа çÿресессĕн, Эпĕ санăн кунçулна та тăсса парăп, тенĕ.
(15) Çавăн чухне Соломон ыйхинчен вăраннă та — акă ку тĕлĕк пулнăмĕн. Ĕнтĕ вăл Иерусалима кайнă, [парне вырăнĕ умне] Çÿлхуçа саккунĕн арчи умне тăрса, пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесемпе канăçлăх парнисем кÿнĕ, унтан пĕтĕм тарçитĕрçи валли пысăк ĕçкĕ тунă.
(16) Çавăн чухне патша умне икĕ аскăн арăм пырса тăнă.
(17) Пĕр хĕрарăмĕ каланă: ах хуçамăм! эпир çак хĕрарăмпа иксĕмĕр пĕр çуртра пурăнатпăр; эпĕ вăл курса тăнă çĕрте çав çуртра ача çуратрăм;
(18) эпĕ çуратсассăн виççĕмĕш кунне çак хĕрарăм та ача çуратрĕ; пĕрле пулнă эпир, çуртра пирĕнпе пĕрле пĕр ют çын та пулман; çуртра эпир иксĕмĕр анчах пулнă;
(19) вара çĕрле çак хĕрарăмăн ывăлĕ вилнĕ: вăл ăна ыйхă тĕлĕшшĕн хăй айне туса вĕлернĕ;
(20) хайхискер тăнă та çĕрле, эпĕ, санăн чуру, çывăрнă чухне, ман ывăлăма манран илсе ăна хăй кăкăрĕ çумне хунă, хăйĕн вилнĕ ывăлне вара ман кăкăрăм çумне хунă;
(21) ирхине ывăлăма ĕмĕртес тесе тăтăм та, ак хайхи, вăл вилнĕмĕн; çутăларахпа тинкеререх пăхатăп та — ку вăл хам çуратнă ывăл мар, тенĕ.
(22) Унтан тепĕр хĕрарăмĕ каланă: çук, ман ывăл чĕрех, сан ывăлу вилĕ, тенĕ. Лешĕ каланă ăна: çук, сан ывăлу вилĕ, манăн — чĕрĕ, тенĕ. Патша умĕнче вĕсем çапла тавлашса тăнă.
(23) Патша каланă вара: ку: ман ывăл чĕрĕ, сан ывăлу вилĕ, тет; лешĕ: çук, сан ывăлу вилĕ, манăн ывăл — чĕрĕ, тет, тенĕ.
(24) Патша: мана хĕç парăрха, тенĕ. Патша патне хĕç илсе пынă.
(25) Патша каланă: чĕрĕ ачана çурмаран касса икке пайлăр та пĕр пайне пĕрне, тепĕр пайне тепĕрне парăр, тенĕ.
(26) Чĕрĕ ывăллă арăм вара патшана çапла хуравланă: ах, хуçамăм! чĕрĕ ачана çак хĕрарăма парăр, ан вĕлерĕр ачана, тенĕ: мĕншĕн тесессĕн хăйĕн ывăлне хĕрхеннипе унăн пĕтĕм ăшчикĕ пăлханса ÿкнĕ. Тепĕр хĕрарăмĕ: мана та, сана та ан пултăр, касăр, тенĕ.
(27) Патша вара: ан вĕлерĕр, чĕрĕ ачана çак арăма парăр: вăл — унăн амăшĕ, тенĕ.
(28) Патша ĕçе мĕнле татса парса сут туни çинчен пĕтĕм Израиль илтнĕ. Вара патшаран хăра пуçланă, мĕншĕн тесессĕн сут тунă чухне ăна Турă панă ăслăлăх пулăшса пынине курнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
4
(1) Соломон патша пĕтĕм Израиле тытса тăракан патша пулнă.
(2) Ун çумĕнче пулнă пуçлăхсем çаксем: Садок священник ывăлĕ Азария;
(3) Сива ывăлĕсем Елихорефпа Ахия, çыруçăсем; Ахилуд ывăлĕ Иоасафат, самана çыруçи;
(4) Иодай ывăлĕ Ванея, çарпуç; Садокпа Авиафар — священниксем;
(5) Нафан ывăлĕ Азария, халăха пăхса тăракансенĕн пуçлăхĕ; Нафан священник ывăлĕ Завуф — патша тусĕ;
(6) Ахисар — патша çуртне пăхса тăракан пуçлăх; Авда ывăлĕ Адонирам — аслă алманчă.
(7) Тата Соломонăн пĕтĕм Израиль хушшинче пуçлăх туса лартнисем вуниккĕн пулнă, вĕсем патшапа унăн килĕ валли апатçимĕç кÿрсе тăнă: çулталăкра кашнийĕн пĕр уйăхлăха апатçимĕç тăратмалла пулнă.
(8) Акă вĕсен ячĕсем: БенХур — Ефрем тăвĕ çинче;
(9) БенДекер — Макацра тата Шаалбимра, Вефсамисра тата Елонра, БефХананра;
(10) БенХесед — Арюбофра; Соко тата пĕтĕм ХЕфер çĕрĕ те ун аллинче пулнă;
(11) БенАвинадав — пĕтĕм НафафДора тытса тăнă; Соломон хĕрĕ Тафафь унăн арăмĕ пулнă;
(12) Ахилуд ывăлĕ Ваана — Фаанахпа Мегиддора та та Изреельтен анатарахри Цартан çывăхĕнчи пĕтĕм БефСанра, тата БефСанпа АбелМехол хутлăхĕнче, тата Иокмеам леш енчи çĕрсенче те;
(13) БенГевер — Галаад çĕрĕнчи Рамофра; ун аллинче Манассия ывăлĕн Иаирăн Галаадри ялĕсем пулнă; çавăн пекех Васанри Аргов тăрăхĕ тата хÿме хÿнĕ, пăхăр хăлăплă хапхасем лартнă утмăл пысăк хула та унăнах пулнă;
(14) Гиддо ывăлĕ Ахинадав — Маханаимра;
(15) Ахимаас — Неффалим çĕрĕнче; вăл Соломон хĕрне Васемафана качча илнĕ;
(16) Хушай ывăлĕ Ваана — Асир çĕрĕнче тата Баалофра;
(17) Паруах ывăлĕ Иосафат — Иссахар çĕрĕнче;
(18) Ела ывăлĕ Шимей — Вениамин çĕрĕнче;
(19) Урий ывăлĕ Гевер — Галаад çĕрĕнче, Амморей патшийĕн Сигон çĕрĕнче, Васан патшийĕн Ог çĕрĕнче. Ăна çак çĕрĕн пуçлăхĕ туса лартнă.
(20) Тинĕс хĕрринчи хăйăр пĕрчи пек йышлă халăхлă Иудăпа Израиль ĕçнĕ, çинĕ, савăнса пурăннă.
(21) Евфрат юханшывĕнчен пуçласа Филисти çĕрĕпе Египет чиккисем таран пур патшалăх та Соломон аллинче пулнă. Вĕсем парнесем кÿрсе тăнă, Соломон ĕмĕрĕ тăршшĕпех ăна пăхăнса тăнă.
(22) Соломон килне кунсерен çакăн чухлĕ апатçимĕç парса тăнă: тулă çăнăхĕ — вăтăр кор, ытти йышши çăнăх — утмăл кор,
(23) пăлансемпе ту качакисемсĕр, сайгаксемсĕр, самăртнă кайăккĕшĕксĕр пуçне тата вунă самăртнă вăкăр, кĕтÿлĕхрен илсе килнĕ çирĕм вăкăр, çĕр сурăх;
(24) Соломон вăл Евфрат шывĕн ку енчи пĕтĕм çĕре, Типсах хулипе Газа хули хутлăхне, шыв ку енчи мĕнпур патшана тытса тăнă, тата унăн таврари пур çĕршывпа та килĕшÿ пулнă.
(25) Соломон вăхăтĕнче Иудăпа Израиль — Дан хулинчен пуçласа Вирсавия хули таранах — тăнăçлăн, кашнийĕ хăйĕн иçĕм пахчийĕпе смоква йывăçĕсем айĕнче пурăннă.
(26) Соломонăн çар ураписене кÿлмелли лашасем валли хĕрĕх пин вите пÿлмекĕ, утлă çар валли вуникĕ пин пÿлмек пулнă.
(27) Халăх хушшине пуçлăха лартнă леш вуникĕ пуçлăх Соломона патша сĕтелĕ валли мĕн кирлине пурне те кашнийĕ хăйĕн уйăхĕнче кÿрсе тăнă, вĕсем нимĕн тĕлĕшĕнчен те çителĕксĕр паманни пулман.
(28) Патша тăнă вырăна лашасемпе мулсем валли, кашнийĕ хăйĕн черечĕпе, урпа тата улăм кÿрекÿре панă.
(29) Турă Соломона ăслăлăхпа питех те пысăк ăсхакăл, тинĕс хĕрринчи хăйăр пек виçесĕр ăстăн панă.
(30) Соломонăн ăсĕтăнĕ тухăç ывăлĕсен ăсĕнчен те, Египет çыннисен пур ăслăлăхĕнчен те пысăкрах пулнă.
(31) Вăл пур çынран та ăслăрах пулнă: Езран ывăлĕнчен Ефанран та, Махол ывăлĕсенчен Еманран та, Халколпа Дардăран та, унăн ячĕ таврари пур халăх хушшинче те чапа тухнă.
(32) Вăл хайланă ытарăшсен шучĕ виçĕ пине çитнĕ, юррисем унăн пин те пилĕк юрă пулнă;
(33) вăл йывăçкурăк çинчен каланă, Ливан кедрĕнчен пуçласа хÿме çинче шăтса ÿсекен иссоп таранах пĕлнĕ вăл, выльăхчĕрлĕх çинчен те, кайăккĕшĕк çинчен те, çĕленкалта çинчен те, пулăсем çинчен те каланă.
(34) Соломонăн ăслă сăмахĕсене итлеме пур халăх хушшинчен те пырса çÿренĕ, патшасем те хăйсен ăсчахĕсене Соломон патша каланине итлеме янă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
5
(1) Соломона ашшĕ вырăнне патшана лартса çу сĕрни çинчен илтсессĕн, Тир патши Хирам ун патне хăйĕн тарçисене янă: Хирам ĕмĕр тăршшĕпех Давидпа туслă пулнă.
(2) Соломон, Хирама çапла калама хушса, çав элчĕсене каялла янă:
(3) эсĕ пĕлетĕн ĕнтĕ: манăн Давид аттем, таврари халăхсемпе вăрçă вăрçнине пула, Çÿлхуçа вĕсене унăн ури айне туса парăнтаричченех хăйĕн Çÿлхуçа Турри ячĕпе Çурт туса лартаймарĕ;
(4) халĕ вара мана Çÿлхуçа Туррăм лăпкă пурăнăç пачĕ: йĕритавра нихăçта та хирĕç тăракан çук, урăх чăрмав çук;
(5) халĕ эпĕ Давид аттеме Çÿлхуçа мĕн каланине: «Эпĕ санăн аслă пукану çине лартас ывăлу Ман ятăмпа Çурт тăвĕ» тесе каланине, тума шухăшлатăп, Çÿлхуçа Туррăм ячĕпе Çурт лартас тетĕп;
(6) çавăнпа та ман валли Ливанран кедр касса кăларма хушсамччĕ; ман чурамсем сан чурусемпе пĕрле пулĕç, эпĕ сана чурусемшĕн ху мĕнле каланă чухлĕ тÿлесе тăрăп; эсĕ пĕлетĕн: пирĕн Сидон çыннисем пек лайăх каскалакансем çук, тенĕ Соломон.
(7) Соломон сăмахĕсене илтсессĕн, Хирам питĕ савăнса кайнă та каланă: Давида çав йышлă халăха тытса тăма ăслă ывăл панă Çÿлхуçа мухтавлă пултăр! тенĕ.
(8) Хирам вара Соломон патне çапла калама çынсем янă: эсĕ ман патăма мĕн калама янине эпĕ тăнласа итлерĕм, кедр йывăççисемпе кипарис йывăççисем тĕлĕшĕнчен ху мĕн кăмăл тунине пĕтĕмпех тăвăп;
(9) ман чурасем ăна Ливанран тинĕс хĕррине турттарса анĕç, эпĕ ăна сулăсем çине тиесе тинĕспе эсĕ кăтартнă вырăна илсе çитерĕп, çавăнта пушатса купалăп, эсĕ çавăнтан илсе кайăн; анчах хăв та тивĕçтерсем ман кăмăла: ман килĕм валли тырă кÿрсе тăмалла ту, тенĕ.
(10) Хирам ĕнтĕ Соломона, ун кăмăлне çырлахтарса, çителĕклех кедр йывăççипе кипарис йывăçĕ парса тăнă. “Соломон вара Хирам килне апатçимĕç валли çирĕм пин кор тулă, çирĕм кор чи паха йывăç çăвĕ панă: Соломон Хирама çулсерен çавăн чухлĕ парса тăнă.
(12) Хăй каланă пек, Çÿлхуçа Соломона ăслăлăх панă. Хирампа Соломон пĕрпĕринпе çураçуллă пурăннă, вĕсем вара хăйсем хушшинче килĕшÿ тунă.
(13) Соломон пĕтĕм Израиле черетпе ĕçлеттерме хушнă; вăтăр пин çыннăн ĕçлемелле пулнă.
(14) Вĕсене Ливана вуншар пин çыннăн, ылмаштарса, уйăхлăха ярса тăнă; пĕр уйăх вĕсем Ливанра пулнă, икĕ уйăх хăйсен килĕнче пурăннă. Адонирам вĕсене пуçлăх пулса тытса тăнă.
(15) Тата Соломонăн йывăр йăтаканĕсем çитмĕл пин çын, ту хушшинче чул касаканĕсем сакăрвунă пин çын пулнă.
(16) Кунсăр пуçне тата унта ĕç тăвакан халăха астуса тăма лартнă виçĕ пин те виççĕр пуçлăх пулнă.
(17) Патша Çурт никĕсĕ валли пысăк чулсем, хаклă чулсем, чутласа янтăланă чулсем турттарса тăма хушнă.
(18) Вĕсене Соломон ĕçлевçисемпе Хирам ĕçлевçисем тата Гивал хули çыннисем чутлачутла якатнă, Çурт лартма çапла [виçĕ çул] йывăçпа чул хатĕрленĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
6
(1) Израиль ывăлĕсем Египет çĕрĕнчен тухнăранпа тăватçĕр сакăрвуннăмĕш çулхине, Соломон Израиль патшалăхне тытса тăра пуçланăранпа тăваттăмĕш çулхине иккĕмĕш уйăхра, зиф уйăхĕнче, Соломон Çÿлхуçа Çуртне тума пуçланă.
(2) Соломон Çÿлхуçа валли лартнă Çуртăн тăршшĕ утмăл чике, сарлакăшĕ çирĕм икĕ, çÿллĕшĕ вăтăр икĕ чике пулнă,
(3) Çурт умĕнчи пăлтăрăн тăршшĕ Çурт сарлакăш пек çирĕм чике пулнă, сарлакăшĕ вунă чике пулнă.
(4) Çурт чÿречисене Соломон решеткеллĕ тунă, анисене вашăк кăларса хупăр чÿречесем тунă.
(5) Çурт стенисем çумне, Çуртпа Сăваплăран Сăваплă пÿлĕм йĕритавра, хушма хуралтă тĕксе тунă; тата йĕритавраллах «айккинчи пÿлĕмсем» тенĕ пÿлĕмсен ĕречĕ çавăрса тухнă.
(6) Тĕксе тунă хушма хуралтăн аялти хучĕ хăйĕн сарлакăшĕпе пилĕк чике, варринчи — ултă чике, виççĕмĕш хучĕ вара çичĕ чике сарлакăш пулнă, мĕншĕн тесессĕн, хушма хуралтă Çурт стенисене перĕнсе тăмаллах ан пултăр тесе, Çурт тавралла тул енчен картлаçсем тунă.
(7) Çурт лартнă ĕçе чутласа янтăланă чул ярса тăнă; Çурт лартнă чухне унта çапкăч, чусла е ытти нимĕнле тимĕр сăпрай сасси те илтĕнмен.
(8) Варринчи хута кĕмелли алăк Çуртăн сылтăм енче пулнă. Пăрăмлă пусма тăрăх варринчи хута, варринчи хутран вара виççĕмĕшне кĕрсе çÿренĕ.
(9) Çапла Соломон Çурт лартнă, туса пĕ тернĕ ăна, çиелтен Çурта кедр хăмипе сăртарнă.
(10) Пĕтĕм Çурт çумне пилĕк чике çÿллĕш айккинчи пÿлĕмсем туса тухнă; вĕсене, кедр пĕренисемпе усă курса, Çуртпа сыпăнтарнă. “Соломона ĕнтĕ Çÿлхуçаран сăмах пулнă, ăна çапла каланă:
(12) акă эсĕ Çурт лартатăн; эхер те эсĕ, Эпĕ кăтартса панă йĕркесемпе Манăн ÿкĕтсене пурне те тытса тăрса, Эпĕ хунă йĕркесене пăхăнса пурăнсассăн, Эпĕ Давид аçуна каланă сăмахăма сан тĕлĕшрен вырăна килтерĕп,
(13) Израиль ывăлĕсем хушшинче пурăнăп, Хамăн Израиль халăхне пăрахмăп, тенĕ.
(14) Çапла ĕнтĕ Соломон Çурт лартнă, туса пĕтернĕ ăна.
(15) Çурт стенисене шалтан кедр хăмапа сăрнă; Çурта шалтан урайĕнчен пуçласа маччана çитиччен йывăçпа сăрнă, урайне кипарис хăми сарса тухнă.
(16) Çуртăн хыçал енче, хĕрринчен çирĕм чикере, стена хăпартнă, стенасемпе маччана кедр хăмисемпе сăрнă, çапла тунă пÿлĕме Сăваплăран Сăваплă пÿлĕм тенĕ.
(17) Çуртăн малти пайĕ хĕрĕх чике тăршшĕ пулнă.
(18) Çурт ăшчиккине сăрнă кедр хăмасене йăлтах хăяр, çурăлакан çеçке ĕренкисем касакаса кăларса эрешленĕ; чул пачах та курăнман, пурне те кедр витсе тăнă.
(19) Çуртри Сăваплăран Сăваплă пÿлĕме Çÿлхуçа саккунĕн арчине лартма тунă.
(20) Çав пÿлĕмĕн вăрăмăшĕ çирĕм чике, сарлакăшĕ çирĕм чике, çÿллĕшĕ çирĕм чике пулнă; ăна таса ылтăнпа сăрнă; парне вырăнне вара кедр хăмапа сăрнă.
(21) Соломон Çурта та шалтан таса ылтăнпа сăрнă, Сăваплăран Сăваплă пÿлĕм умне ылтăн сăнчăрсем çактарнă, Сăваплăран Сăваплă пÿлĕме те ылтăнпа сăрнă.
(22) Пĕтĕм Çурта ылтăнпа сăрнă, пĕгĕм Çурта йăлтах, Сăваплăран Сăваплă пÿлĕм умĕнчи парне вырăнне те пĕтĕмпе ылтăнпа сăрнă.
(23) Сăваплăран Сăваплă пÿлĕме çу йывăççинчен вунă чике çÿллĕш икĕ херувим туса лартнă.
(24) Херувимăн пĕр çуначĕ пилĕк чике тăршшĕ, тепĕр çуначĕ те пилĕк чике тăршшĕ пулнă; пĕр çуначĕ вĕçĕпе тепĕр çуначĕ вĕçĕ хушши вунă чике пулнă.
(25) Тепĕр херувимĕ те вунă чике çÿллĕш пулнă; икĕ херувимĕ те пĕрешкел виçеллĕ, пĕрешкел евĕрлĕ пулнă.
(26) Пĕр херувимĕн çÿллĕшĕ вунă чике, тепĕр херувимĕн те çавăн пекех пулнă.
(27) Херувимсене Соломон Çуртăн шалти пайĕн варрине лартнă. Херувимсем çуначĕсене çÿлелле сарса тăнă, пĕрин çуначĕ Çуртăн пĕр енне, тепĕр херувимĕн çуначĕ тепĕр енне перĕнсе тăнă; иккĕмĕш çуначĕсем вĕсен Çурт варринче çунатпа çунат сĕртĕнсе тăнă.
(28) Херувимсене Соломон ылтăнпа сăрнă.
(29) Çуртăн пĕтĕм стени çине, икĕ пÿлĕмĕн стенисем çине те йĕритаврах херувимсемпе пальма йывăççисем, çурăлакан çеçкесем касакаса ÿкернĕ.
(30) Çурт урайне, шалти тата малти уйрăмсен урайне, ылтăнпа сăрнă.
(31) Сăваплăран Сăваплă пÿлĕме кĕме çу йывăççинчен алăк тутарнă, сулисем унăн пилĕк кĕтеслĕ пулнă.
(32) Çу йывăççинчен тунă алăкăн икĕ хупăлчи çине те херувимсемпе пальма йывăççисем, çурăлакан чечексем касакаса ÿкернĕ те ылтăнпа сăрнă; херувимсене те, пальмăсене те ылтăнпа витнĕ.
(33) Çурта кĕнĕ çĕрти алăк суллисене çу йывăççинчен, тăватă кĕтеслĕ тунă,
(34) кипарис йывăççинчен тата икĕ алăк тунă; пĕр алăкĕн икĕ хупăлчи енчен енне шутарнипе уçăлса хупăннă, тепĕр алăкĕн икĕ хупăлчи те енчен енне шутарнипе уçăлса хупăннă.
(35) Вĕсем çине херувимсемпе пальма йывăççисем, çурăлакан чечексем касакаса ÿкернĕ.
(36) Виçĕ ĕрет чутласа янтăланă чул сарса, пĕр ĕрет кедр пăрăсĕ сарса шалти картиш тунă.
(37) Тăваттăмĕш çулхине, зиф уйăхĕнче, [иккĕмĕш уйăхра,] Соломон ĕнтĕ Турă Çурчĕн никĕсне хывнă,
(38) вуннăмĕш çулхине вара, бул уйăхĕнче, — ку уйăх саккăрмĕш, — вăл ăна мĕнпур хатĕрĕхĕтĕрĕпе пĕрле, Çурчĕ мĕнле пулмаллине малтан пĕтĕмпе палăртса хунă пек туса пĕтернĕ; çичĕ çул тунă ăна.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
7
(1) Хăйĕн керменне вара Соломон вунвиçĕ çул хушши тунă, çав хушăра пĕтĕм керменне туса çитернĕ.
(2) – (3) Çав керменре Ливанра ÿсекен кедр йывăççинчен тунă зал пулнă, унăн тăршшĕ çĕр чике, сарлакăшĕ аллă чике, çÿллĕшĕ вăтăр чике пулнă. Унта виçĕ ĕрет кедр юпа ларнă, кашни ĕретĕнче вунпилĕк юпа пулнă, вĕсем çине кедр пăрăссем хунă; маччине те кедртанах тунă.
(4) Кашни стени çинче виçĕ ĕрет чÿрече пулнă.
(5) Алăкĕсемпе чÿречисем тÿрĕ кĕтеслĕ пулнă, стенисем çинчи чÿречисем тĕлметĕл пулнă, виçĕ ĕречĕ те — çавăн пек.
(6) Колоннăллă залăн тăршшĕ аллă чике, сарлакăшĕ вăтăр чике пулнă; çав юпасем зал тăррине тытса тăнă.
(7) Тата патша пуканĕ ларакан зал пулнă, ăна Тÿрĕ сут залĕ тенĕ — Соломон тавăçсене çавăнта татса панă; ăна урайĕнчен пуçласа маччине çитиччен кедр сăрнă;
(8) Соломонăн хăй пурăнакан керменĕ тепĕр картишĕнче, Тÿрĕ сут залĕ хыçĕнче пулнă, ăна та çавăн пекех капăрлатнă. Хăй качча илнĕ фараон хĕрĕ валли те Соломон çавăн евĕрлĕ кермен лартса панă.
(9) Çакна пурне те шал енчен те, тул енчен те, никĕсрен пуçласа çÿл хысаксем таранах, тул енчен вара аслă картишне çитичченех, виçеллĕ чутланă, пăчăкăпа касса янтăланă хаклă чулран тунă пулнă.
(10) Никĕсе хаклă чулсем, вунă чике хулăнăш, сакăр чике хулăнăш пысăк чулсем янă, иçиелтен те çав виçепех касса янтăланă хаклă чулсем тата кедр пăрăссем хунă.
(12) Аслă картише йĕритавра виçĕ ĕрет чул хÿмепе, тепĕр ĕрет йывăç хÿмепе карталаса çавăрнă — вĕсене чутласа янтăланă чултан, кедр пĕренерен хÿнĕ пулнă; Çÿлхуçа Çурчĕн шалти картишне те, Çурт пăлтăрне те çавăн пекех карталанă.
(13) Соломон патша Тир хулинчен Хирама — пĕр тăлăх арăм ывăлне,
(14) Неффалим йăхĕнчен тухнăскере — чĕнтерсе килтернĕ. Унăн ашшĕ, Тир хули çынни, пăхăрçă пулнă; çавăнпа унăн пăхăртан тĕрлĕрен япала ăсталас пултарулăх, ăсталăх, пĕлÿ пулнă. Çапла вăл Соломон патша патне килнĕ те ун патĕнче тĕрлĕрен ĕç туса тăра пуçланă:
(15) çапла вăл вунсакăршар чике çÿллĕш икĕ пăхăр юпа тунă, икĕ юпине те йĕритавра вуникĕ чике тăршшĕ сăнчăр явакласа тăнă;
(16) юпасене илемлĕн тăрăлама Хирам пăхăртан икĕ кăшăл шăратса кăларнă: пĕр кăшăлĕ пилĕк чике çÿллĕш, тепĕр кăшăлĕ те пилĕк чике çÿллĕшех пулнă;
(17) юпа тăрринчи кăшăлсем валли ала евĕрлĕ виткĕçсем çыхнă, вăчăра евĕрлĕ сăнчăрсем тунă: пĕр кăшăлĕ çинче вĕсем çиччĕ, тепĕр кăшăлĕ çинче те çиччĕ пулнă.
(18) Çапла Хирам юпасене туса çитернĕ, юпа тăрринчи кăшăлсене витекен виткĕçе йĕритавра икĕ ĕрет нар улмисемпе эрешленĕ; тепĕр кăшăлне те çаплах капăрлатнă.
(19) Пăлтăр юписен кăшăлĕсене вара лили евĕрлĕ тунă, вĕсем тăватă чике çÿллĕш пулнă,
(20) çапла ĕнтĕ икĕ юпи çинче те, виткĕç хĕрринчи мăкăрăлчăкран çÿлерех тăрă кăшăлĕсене йĕритавра икĕ ĕретĕн икçĕр нар улми капăрлатса тăнă.
(21) Юпасене Çурт пăлтăрĕ патне лартнă; сылтăм енне лартнă юпана Иахин тесе ят панă, сулахай енне лартнă юпана Воаз тесе ят панă.
(22) Юпасене лили евĕрлĕ тунă кăшăлсемпе тăрăланă; çапла юпа ĕçĕ вĕçленнĕ.
(23) Унтан пăхăртан шăратса пилĕк чике çÿллĕш вăрçаврака тинĕс тунă: унăн хирехирĕç хĕррисен хушши вунă чике пулнă, йĕритавралла ăна вăтăр чике тăршшĕ сăнчăр явакласа тăнă.
(24) Ун хĕррин айĕпе икĕ ĕрет хăяр ĕренкисен эрешĕ пынă, кашни чике тăршшĕне вуншаррăн вырăнаçса, тинĕсе вĕсем йĕритавра пур енчен те эрешлесе тăнă; хăяр ĕренкисемпе тинĕсе пĕрлех шăратса кăларнă пулнă.
(25) Тинĕс вуникĕ вăкăр кĕлетки çинче тытăнса тăнă: виççĕшĕ çурçĕрелле пăхнă, виççĕшĕ анăçалла пăхнă, виççĕшĕ кăнтăралла пăхнă, виççĕшĕ тухăçалла пăхнă; тинĕс вĕсем çинче выртнă, вăкăрсен хыçĕ шалалла, тинĕс варринелле, пулнă.
(26) Хулăнăшĕпе тинĕс хуранĕ алă тупанĕ хулăнăш пулнă, унăн хĕрри, алтăр хĕрри евĕрлĕскер, çурăлса сарăлнă лили чечекне аса илтернĕ. Тинĕсе икĕ пин бат шăнăçнă.
(27) Унтан Хирам вунă пăхăр сапан тунă; кашни сапанăн тăршшĕ тăватă чике, сарлакăшĕ тăватă чике, çÿллĕшĕ виçĕ чике пулнă.
(28) Сапансене акă мĕнле тунă: вĕсем тăватă аяклă ещĕк евĕрлĕ, аякĕсене кĕтес тыткăчисем тытăнтарса тăраççĕ;
(29) сапансен аякĕсем çине те, кĕтес тыткăчисем çине те арăслансемпе вăкăрсем тата херувимсем ÿкернĕ пулнă, арăслансемпе вăкăрсенчен çÿлерех те, аяларах та вара лапсака чечек кăшăлĕсен ĕлкисем пулнă;
(30) кашни сапанăн — тăватă пăхăр кустăрмапа пăхăр тĕнĕлсем. Тăватă кĕтессинче те — хулпуççи евĕрлĕ хысаксем; аялта та, алтăр айĕнче, кашни чечек кăшăлĕ çумĕнче, шăратса кăларнă хысаксем пур.
(31) Варринчи чечек кăшăлĕнчен сапан тăррине пĕр чике анлăш хăвăл хăпарать; вăл юпасен тĕпĕ пекех çавра, чике çурă чухлĕ, ун тавра — ÿкерчĕксем; сапан аякĕсем тăватă кĕтеслĕ, çаврака мар.
(32) Аякĕсем айĕнче — тăватă кустăрма, тата сапан айĕнчен кустăрма тĕнĕлĕсем тухса тăраççĕ; кашни кустăрма çÿллĕшĕ — чике çурă.
(33) Кустăрмасене çар урапин кустăрмисене тунă пекех тунă; вĕсен тĕнĕлĕсемпе тукунĕсем, шăлĕсемпе кÿпчекĕсем пурте шăратса тунăскерсем пулнă.
(34) Кашни сапанăн тăватă кĕтессинче тăватă хысак; вĕсене сапанпа пĕрле пĕр пĕтĕмĕшле тунă.
(35) Сапан тăрринче чике çурă çÿллĕш çаврака вырăн пур; сапан аврисем — çÿлте, вĕсене те пуринпе пĕрле пĕрпĕтĕмĕшле тунă.
(36) Сапан аврисем çине, аякĕсем çине ăçта мĕнле вырăн пур, çавăнта херувимсен, арăслан кĕлеткисен, пальма йывăççисен тата лапсака чечек кăшăлĕсен ĕлкисене эрешлесе тухнă.
(37) Çапла Хирам вунă сапан тунă: вĕсене пурне те пĕр пек шăратса тунă, пуринĕн те пĕр виçе пулнă, пурте пĕр евĕрлĕ пулнă.
(38) Тата çăвăнмалли савăтсем, вунă пăхăр савăт, тунă: кашни савă чĕ хĕрĕх бат шăнăçтарнă, кашни савăчĕ тăватă чике сарлакăш пулнă, кашни савăчĕ вунă сапанран пĕрин çинче ларнă.
(39) Вара сапансене вырăнаçтарса тухнă: пиллĕкĕшне Çуртăн сылтăм енне, тепĕр пиллĕкĕшне сулахай енне лартнă; тинĕсе Çуртăн сылтăм енне, кăнтăрхĕвелтухăç енне, лартнă.
(40) Хирам тата çăвăнмалли чарасем, калаксемпе алтăрсем тунă. Соломон патша патĕнче Çÿлхуçа Çурчĕ валли Хирам акă мĕнмĕн тунă:
(41) икĕ юпа, вĕсене тăрăласа тăракан икĕ кăшăл, кăшăлсене витме çыхнă икĕ виткĕç;
(42) икĕ юпа тăрринчи кăшăлсене витекен икĕ ĕрет виткĕç валли тăватçĕр нар улми;
(43) вунă сапан, сапансем çинчи çăвăнмалли вунă савăт;
(44) пĕр тинĕс тата тинĕс айĕнчи вуникĕ вăкăр кĕлетки;
(45) чарасем, калаксем, алтăрсем. Хирам Соломона Çÿлхуçа Çурчĕ валли туса панă пур япалана та якатса çутатнă пăхăртан тунă.
(46) Патша вĕсене Иордан шывĕ таврашĕнче, Сокхоф хулипе Цартан теекен вырăн хушшинче, тăмлă тăпра çинче шăраттарнă.
(47) Ĕнтĕ Соломон çав пур япалана та вырăна майлаштарса лартнă. Вĕсем питех те нумай пулнăран çак ĕçе мĕн чухлĕ пăхăр кайнине пĕлмен те.
(48) Соломон Çÿлхуçа Çуртĕнчи пур япалана та туса çитернĕ: ылтăнран тунă парне вырăнĕ, парне çăкăрĕсем хумалли ылтăн сĕтел;
(49) таса ылтăнран тунă çутаткăçсем — вĕсем Çуртăн кайри уйрăмĕ умĕнче пиллĕкĕшĕ сылтăм енче, пиллĕкĕшĕ сулахай енче пулнă; ылтăнран тата чечексем, çу савăчĕсем, хыпкăчсем,
(50) тирĕксем, çĕçĕсем, алтăрсем, ăскăчсем, тĕтĕркĕчсем тунă, шалти Сăваплăран Сăваплă пÿлĕме кĕмелли алăк тăпсисене те, Çурт алăкĕсен тăпсисене те ылтăнран тунă.
(51) Çапла вара Соломон патша Çÿлхуçа Çурчĕ валли тунă пĕтĕм ĕç вĕçленнĕ. Соломон ĕнтĕ ашшĕ мĕн халалласа хăварнине илсе пынă: ылтăнкĕмĕле, ытти япаласене Çÿлхуçа Çурчĕн мул управăшне хывнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
8
(1) Соломон вара Çÿлхуçа саккунĕн арчине Давид хулинчен, Сионран, куçарса килмешкĕн Израилĕн аслă çыннисене, пĕтĕм йăх пуçĕсемпе Израиль ывăлĕсен ăру пуçлăхĕсене пурне те хăй патне Иерусалима чĕнтернĕ.
(2) Афаним уйăхĕнче, — вăл ĕнтĕ çиччĕмĕш уйăх шутланать, — Соломон патша патне уява пĕтĕм Израиль çынни пуçтарăннă.
(3) Израилĕн мĕнпур аслă çынни килнĕ; священниксем саккун арчине йăтнă та
(4) Çÿлхуçа саккунĕн арчине те, пуху чатăрне те, чатăрти мĕнпур таса япалана та йăтса кайнă; вĕсене священниксемпе Левитсем çĕклесе пынă.
(5) Соломон патшапа ун патне пухăннă пĕтĕм Израиль халăхĕ, ытла та нумай пулнăран шутласа та кăларайми вак тата шултăра выльăх парне кÿрсе, арча умĕнчен пынă.
(6) Священниксем Çÿлхуçа саккунĕн арчине хăйĕн вырăнне — Турă Çурчĕн Сăваплăран Сăваплă пÿлĕмне, херувимсен çуначĕсем айне — лартса хунă.
(7) Херувимсем çуначĕсене арча вырăнĕ çийĕн сарса тăнă, херувимсем арчапа унăн каштисене çÿлтен хупăрласа тăнă.
(8) Каштисем вăрăм пулнă, вĕсен вĕçĕсем Сăваплă пÿлĕмренех курăнса тăнă, анчах тулаллах тухса тăман; вĕсем мĕн паянхи кунчченех çавăнта.
(9) Саккун арчинче икĕ чул хăмасăр пуçне урăх нимĕн те пулман; вĕсене унта Моисей Хорив тăвĕ çинче, Çÿлхуçа Египетран илсе тухнă Израиль ывăлĕсемпе халал хывнă чухне хунă пулнă.
(10) Священниксем Сăваплă пÿлĕмрен тухсассăн, Çÿлхуçа Çуртне пĕлĕт кĕрсе тулнă; пçав пĕлĕте пула, Çÿлхуçа Çуртне Çÿлхуçа мухтавлăхĕ тулнăран, священниксем кĕлĕре тăма пултарайман.
(12) Çавăн чухне Соломон каланă: Çÿлхуçа Хăй тĕттĕмре пурăнма кăмăллани çинчен каланă;
(13) эпĕ Сан валли пурăнмалли Çурт туса лартрăм, Санăн ĕмĕрхи вырăну çакăнта пултăр терĕм, тенĕ.
(14) Унтан халăх еннелле çаврăнса патша пĕтĕм Израиль халăхне пилленĕ,— пĕ тĕм Израиль халăхĕ ура çинче тăнă,—
(15) Соломон çапла каланă: Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕ мухтавлă: Вăл манăн Давид аттеме Хăй чĕлхиçăварĕпе каланине халĕ Хăй аллипе вырăна килтерчĕ! Туррăмăр каланăччĕ:
(16) «Хамăн Израиль халăхне Египетран илсе тухнă кунранпа Эпĕ Хамăн ятăмпа Çурт лартмашкăн Израильсен нихăш йăхĕнче те хула суйламан; [анчах Хамăн ятăм çавăнта пултăр тесе Иерусалима суйласа илтĕм] тата Хамăн халăхăма Израиле тытса тăмашкăн Давида суйласа илтĕм» тенĕччĕ.
(17) Давид аттемĕн чĕринче Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕ ячĕпе Çурт лартас ĕмĕт пулнă;
(18) анчах Çÿлхуçа Давида, манăн аттеме, каланă: «санăн чĕрÿнте Ман ятăмпа Çурт лартас ĕмĕт пур; çакă чĕрÿне канăç паманни аван вăл;
(19) çапах та Çурта эсĕ мар, санран çуралас ывăлу, Ман ятăмпа çавă Çурт лартĕ» тенĕ.
(20) Хăй каланă сăмахне Çÿлхуçа вырăна килтерчĕ. Çÿлхуçа каланă пек, эпĕ, Давид аттемĕн вырăнне кĕрсе, Израилĕн аслă пуканĕ çине лартăм, Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕ ячĕпе Çурт туса лартрăм;
(21) унта саккун арчи валли вырăн хатĕрлерĕм, арчара Çÿлхуçамăр пирĕн аттесене Египет çĕрĕнчен илсе тухнă хыççăн вĕсемпе хывнă халал упранать, тенĕ патша.
(22) Соломон вара Çÿлхуçанăн парне вырăнĕ патне, пĕтĕм Израиль çынни умне тăнă та аллисене çÿлелле çĕклесе
(23) çапла каланă: эй Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕ! çÿлте тÿпере те, аялта çĕр çинче те Сан пек Турă çук; Хăвна пĕтĕм чĕререн парăннă чурусемшĕн Эсĕ Хăвăн халална, ырăлăхна астуса тăратăн.
(24) Эсĕ Хăвăн чуруна, манăн Давид аттеме, мĕн каланине вырăна килтертĕн; Хăвăн чĕлхÿçăварупа мĕн каланине паянхи кун Хăвăн аллупа туса çитертĕн.
(25) Эй Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕ, халĕ ĕнтĕ Хăвăн чурушăн, манăн аттемшĕн, Ху ăна: «эхер те санăн ывăлусем, хăйсен çулĕнчен пăрăнмасăр, Ман умăмра эсĕ çÿренĕ пек çÿресессĕн, санăн Ман умăмра Израилĕн аслă пуканĕ çинче лараканĕсем пĕтмĕç» тесе каланине вырăна килтерсемччĕ.
(26) Халĕ ĕнтĕ, эй Израиль Турри, Хăвăн Давид чуруна, манăн аттеме, каланă сăмаху тÿрре килтĕр!
(27) Чăнахах та, Туррăн çĕр çинче пурăнмаллаи? çÿлти вĕçĕхĕррисĕр тÿпе те шăнăçтараймасть Сана, эпĕ [Сан ятупа] лартнă Çурт епле шăнăçтарайĕ?
(28) эй Çÿлхуçа Туррăм, çапах та Хăвăн чуру кĕлтуни çине, вăл тилмĕрсе ыйтни çине пăхсамччĕ; Хăвăн чуру паян Сана тархасланине, Сана йăлăнса кĕлтунине илтсемччĕ.
(29) Çак Çурт çинчен Эсĕ: «Манăн ятăм унта пулĕ» тенĕ, апла Санăн куçу ăна кăнтăрла та, çĕрле те курса тăринччĕ; Хăвăн чуру çак вырăнта туса тăрас кĕлле илтсе тăрсамччĕ.
(30) Санăн чурупа Санăн Израиль халăхĕ çак вырăнта кĕлтунă чухне вĕсем епле йăлăннине илтсемччĕ; Хăв пурăнакан вырăнта, тÿпере, илтсемччĕ, илтсемччĕ те хĕрхенсемччĕ.
(31) Кам та кам хăйĕн çывăх çынни умĕнче çылăха кĕрсессĕн, çылăха кĕнĕ çынран вара тупа тума ыйтсассăн, тупа тумашкăн ăна çак Çурта парне вырăнĕ умне тăратсассăн,
(32) Эсĕ, тÿперен илтсе, Хăвăн чурусене сут тусамччĕ: айăплине усал ĕçне хăйĕн пуçĕ çине çитерсе айăпла, тÿррине хăйĕн тÿрĕлĕхне кура тÿрре кăларсамччĕ.
(33) Сан умăнта çылăха кĕнĕшĕн Санăн Израиль халăхне тăшманĕ хĕне ÿкерсессĕн, вĕсем вара, Сан енне çаврăнса, çак Çуртра Санăн ятна асăнса Санран каçару ыйтса тархасласассăн,
(34) Эсĕ тÿперен илтсемччĕ, Хăвăн Израиль халăхĕн çылăхне каçарсамччĕ, вĕсенĕн ашшĕсене Хăв панă çĕршыва тавăрсамччĕ вĕсене.
(35) Вĕсем Сан умăнта çылăха кĕнĕрен тÿпе хупăнса çумăр пулмасассăн, вара çак вырăнта кĕлтуса Санăн ятна аслăласассăн, Эсĕ вĕсене çапла йăвашлантарнипе вĕсем хăйсен çылăхĕнчен пăрăнсассăн,
(36) Эсĕ тÿперен илтсемч чĕ, вĕсене çÿреме ырă çул кăтартса, Хăвăн чурусенĕн, Хăвăн Израиль халăхĕн çылăхне каçарсамччĕ, Хăвăн халăхна еткерлĕхе панă çĕрÿ çине çумăр ярсамччĕ.
(37) Выçлăх пулатьи çĕр çинче, мур чирĕ пулатьи, вĕри çил пулатьи, тырра вутпуççи тивети, хĕрлĕ шăрчăк е хурт килсе хуплатьи, халăха тăван çĕрĕ çинчех тăшман хĕсме пуçлатьи е урăх мĕнле те пулин инкексинкек, мĕнле те пулин чир пулатьи —
(38) çынсем, инкеке чĕрипе туйса илсе, аллисене çак Çурт еннелле тăссассăн, Санăн пĕтĕм халăху хушшинчен пĕр çынни те пулин кĕлтуса йăлăнсассăн та,
(39) илтсемччĕ Эсĕ тÿперен — Ху пурăнакан вырăнтан, хĕрхенсемччĕ вара; Эсĕ кирек хăш çынна та, ун чĕри мĕнлине курса, вăл мĕнле çÿренине кура тавăрса пар, мĕншĕн тесессĕн пур этем ывăлĕсенĕн чĕрине пĕр Эсĕ анчах пĕлетĕн:
(40) çапла вĕсем Эсĕ аттемĕрсене панă çĕр çинче мĕн пурăннă таран, мĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех Санран хăраса тăччăр.
(41) Хăвăн Израиль халăхĕ хушшинчен тухман çын, ют халăх çынни, Санăн ятушăн инçетри çĕртен килсессĕн,—
(42) вĕсем Санăн чаплă яту çинчен, Санăн хăватлă аллупа Санăн пысăк вăю çинчен илтеççех ĕнтĕ,— çапла килсе, вăл çак Çурт умĕнче кĕлтусассăн,
(43) илтсемччĕ тÿперен, Ху пурăнакан вырăнтан; ют халăх çынни Хăвăнтан мĕн тархасласа ыйтнине пĕтĕмпех тусамччĕ ун чухне: çапла çĕр çинчи пур халăх та Санăн ятна пĕлсе тăтăр, Санран Хăвăн халăху Израиль хăранă пек хăраччăр, эпĕ лартнă çак Çурт Санăн ятупа хисепленнине пĕлччĕр.
(44) Санăн халăху Эсĕ кăтартса янă çулпа хăйĕн тăшманне хирĕç вăрçа тухсассăн, Эсĕ суйласа илнĕ çак хула еннелле, эпĕ Сан ятупа лартнă Çурт еннелле çаврăнса Çÿлхуçана кĕлтунă чухне
(45) илтсемччĕ тÿперен вĕсен кĕллине, вĕсем мĕн ыйтнине, вара вĕсемшĕн мĕн кирлине тусамччĕ.
(46) Вĕсем Сан умăнта çылăха кĕрсессĕн, — ĕнтĕ çылăха кĕмен çын çук,— Эсĕ çилленсе вĕсене тăшман аллине парсассăн, тыткăна илнисем вĕсене хăйсен çывăхри е аякри çĕрне кайса ярсассăн,
(47) вĕсем унта, тыткăнра пурăнакан çĕрте, тăна кĕрсе ÿкĕнсессĕн, Сана: «эпир çылăха кĕтĕмĕр, йĕркесĕр ĕç турăмăр, эпир айăплă» тесе кĕлтума тытăнсассăн,
(48) вара, хăйсене тыткăна илсе кайнă тăшмансен çĕрĕнче пĕтĕм чунчĕрипе Сан енне çаврăнсассăн, çапла Эсĕ вĕсен ашшĕсене панă хăйсен çĕрĕ еннелле, Эсĕ суйласа илнĕ хула еннелле, эпĕ Сан ятупа лартнă Çурт еннелле çаврăнса йăлăнсассăн,
(49) вĕсенĕн кĕллине илтсемччĕ тÿперен, Ху пурăнакан вырăнтан, вара вĕсем мĕн ыйтнине, вĕсемшĕн мĕн кирлине тусамччĕ;
(50) Хăвăн халăхна Хăвăн умăнта мĕн çылăха кĕнине, Хăвăн умăнта тунă пур айăпне те каçарсамччĕ; вĕсене тыткăна илсе кайнисенĕн чĕрине çемçетсемччĕ, тăшманĕсем хĕрхенччĕр вĕсене, вĕсемпе ырă пулччăр;
(51) вĕсем — Санăн халăху, Ху Египетран, тимĕр кăмакаран, илсе тухнă еткерÿ вăл.
(52) [Санăн хăлхупа] Санăн куçу Хăвăн чуру тăвакан кĕлĕшĕн, Хăвăн Израиль халăхĕ тăвакан кĕлĕшĕн уçă тăччăр: Сана тархасласа чĕннĕ чухне вĕсене яланах илтмелле пултăр:
(53) Эсĕ вĕсене, Ху Моисей чуру урлă каланă пек, пирĕн аттемĕрсене Египет çĕрĕнчен илсе тухсассăн, çĕр çинчи мĕнпур халăхсен хушшичен Хăв валли еткерлĕхе уйăрса илнĕ, эй Çÿлхуçа Патшамăр! тенĕ Соломон.
(54) Соломон Çÿлхуçана парне вырăнĕ умĕнче чĕркуçленсе ларса, аллисене çÿлелле çĕклесе кĕлтунă. Кĕлтуса пĕтерсессĕн [кĕлли вĕçленсессĕн], вăл ура çине тăнă, аллисене хăй çаплах çÿлелле çĕклесе тăнă.
(55) Çапла тăрса, вăл пĕтĕм Израиль халăхне хытă сасăпа каласа пилленĕ:
(56) Хăйĕн Израиль халăхне, Хăй каланă пек, лăпкă пурăнăç панă Çÿлхуçа [Турă] мухтавлă! Хăйĕн Моисей чури урлă каланă ырă сăмахĕсенчен Унăн пĕр сăмахĕ те вырăна килмесĕр юлмарĕ;
(57) пирĕн аттемĕрсемпе пĕрле пулнă пек, Çÿлхуçа Туррăмăр пирĕнпе пĕрле те пултăрччĕ, ан пăрахтăрччĕ пире, пăрахса ан кайтăрччĕ пире,
(58) пирĕн чĕресене Хăй еннелле çавăртăрччĕ: эпир вара Унăн çулĕсемпе çÿрер, Унăн пирĕн аттемĕрсене панă ÿкĕчĕсене, йĕркисене, саккунĕсене уяса пурăнар;
(59) эпĕ [халĕ] Çÿлхуçа умĕнче кĕлтуса каланă çак сăмахсем Çÿлхуçа Туррăмăршăн кăнтăрла та, çĕрле те кăмăллă пулччăр, çапла Вăл хăй чуришĕн мĕн кирлине, Хăйĕн Израиль халăхĕшĕн мĕн кирлине кунранкун туса тăринччĕ,
(60) вара халăхсем пурте Çÿлхуçа пĕртенпĕр Турă иккенне, Ун евĕрли урăх çуккине пĕлĕçинччĕ;
(61) сирĕн чĕрĕрсем пĕтĕмпех Çÿлхуçа Туррăмăра пăхăнса тăччăр, çапла, паянхи пекех, Вăл панă йĕркесемпе çÿремелле, Унăн ÿкĕчĕсене уяса пурăнмалла пултăр, тенĕ Соломон.
(62) Вара патшапа пĕтĕм Израиль халăхĕ Çÿлхуçана парне кÿнĕ.
(63) Соломон канăçлăх парнине çирĕм икĕ пин шултăра выльăх тата çĕр çирĕм пин вак выльăх панă. Патшапа Израилĕн пĕтĕм ывăлĕ Çÿлхуçа Çуртне çапла тасалăх тивлечĕ кÿнĕ.
(64) Çав кунах патша, пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесемпе тырăпулă парнисем кÿрсе, канăçлăх парнийĕн çăвне çунтарса, Çÿлхуçа Çурчĕ умĕнчи картишĕн вăтаçĕр пайне тасалăх тивлечĕ кÿнĕ, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа умĕнчи пăхăр парне вырăнĕ пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнесене, тырăпулă парнисене, канăçлăх парнийĕсен çăвне шăнăçтарма пултарайман.
(65) Çавăн чухне Соломон уяв тунă, унпа пĕрле пĕтĕм Израиль халăхĕ уявланă; пĕтĕм халăх — Емаф хулинчен пуçласа Египет шывĕ таран пурăнакан халăх — Çÿлхуçа Туррăмăр Çурчĕ умне пуçтарăннă; [ĕçнĕ, çинĕ, çавăнта туса лартнă Çÿлхуçа Туррăмăр Çурчĕ умĕнче кĕлтунă,] çичĕ кун, унтан тата çичĕ кун — вунтăватă кун уявланă.
(66) Саккăрмĕш кун не Соломон халăха килĕсене янă. Çынсем патшана мухтаса, Çÿлхуçа Хăйĕн Давид чуришĕн, Хăйĕн Израиль халăхĕшĕн тунă мĕнпур ырăлăхшăн чĕререн хĕпĕртесе, чĕререн савăнса хăйсен килĕсене саланнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
9
(1) Çÿлхуçа Çурчĕпе патша керменне туса лартсассăн, мĕн тума ĕмĕтленнине пĕтĕмпех туса çитерсессĕн Соломона,
(2) Гаваонра курăннă пек, иккĕмĕш хут Çÿлхуçа курăннă.
(3) Çÿлхуçа ăна каланă: Эпĕ санăн кĕллÿне, эсĕ Манран мĕн тархасласа ыйтнине илтрĕм; [пурне те санăн кĕллÿ тăрăх турăм]. Эсĕ лартнă çак Çурта, унта ĕмĕрĕпех Манăн ятăм тăтăр тесе лартнă Çурта, Эпĕ тасалăх тивлечĕ кÿтĕм; Манăн куçăмпа Манăн чĕрем ĕмĕрех унта пулĕç.
(4) Эсĕ Ман умăмра, хăвăн Давид аçу пек, таса чĕрепе, тÿрĕ чунпа çÿресессĕн, Эпĕ хăвна мĕн хушнине пурне те туса тăрсассăн, Манăн йĕркемсене, Манăн саккунсене уяса пурăнсассăн,
(5) Израилĕн аслă пуканĕ çинче лараканĕ ĕмĕрех сан йăхунтан тухнăскерĕ пулĕ, Эпĕ санăн Давид аçуна: «санăн Израилĕн аслă пуканĕ çинче лараканĕсем пĕтес çук» тесе каланă пек пулĕ.
(6) Эхер те эсир тата сирĕн ывăлăрсем Манран пăрăнсассăн, Эпĕ панă ÿкĕтсемпе йĕркесене тытса тăмасассăн, урăх турăсене пăхăнма, вĕсене пуççапма тытăнсассăн,
(7) Эпĕ Израиле Хам панă çĕр çинчен пĕтерсе пăрахăп, Хам ятăмпа тасалăх тивлечĕ кÿнĕ Çурта та пăрахăп, Израиль вара халăх хушшинче çын мăшкăлĕ, тĕнче кулли пулса юлĕ.
(8) Вара çак чаплă Çурт тĕлĕпе иртÿçĕн кирек кам та шалт тĕлĕнсехăраса шăхăрсах ярĕ: «мĕншĕн вара Çÿлхуçа çак çĕре, çак Çурта çаплах туса хăварнă?» тейĕ.
(9) Калĕç вара: «хăйсен ашшĕсене Египет çĕрĕнчен илсе тухнă Çÿлхуçа Туррине пăрахнăшăн, ытти турăсене хапăл тунăшăн, вĕсене пăхăннăшăн, вĕсене пуççапнăшăн — çавăншăн Турă вĕсем çине çак инкеке янă» тейĕç.
(10) Икĕ çурт — Çÿлхуçа Çурчĕпе пат ша керменĕ — лартса Соломонăн çирĕм çул иртсе кайнă,(11) çав çулсенче Тир хулин патши Хирам, Соломон кăмăлне çырлахтарса, кедр йывăççипе кипарис йывăçĕ тата ылтăн кÿрсе тăнă пулнă, çавăншăн Соломон патша Хирама Галилея çĕрĕнче çирĕм хула панă.
(12) Хăйне панă хуласене курма Хирам Тир хулинчен тухса пынă, ăна хулисем килĕшмен.
(13) Вăл вара: тăванăм, мĕнле хуласем кусем, эсĕ мана мĕнле хуласем патăн? тенĕ. Вара вăл вĕсене Кавул* тесе ят панă; вĕсем паянхи кунчченех çав ятлă.
(14) Унтан патшана Хирам çĕр çирĕм талант ылтăн ярса панă.
(15) Турă Çурчĕпе хăйĕн керменне туса лартнисĕр пуçне Соломон тата Милло теекен вырăна, Иерусалим хÿмине, Гацор, Мегиддо, Газер хулисене туса лартнă — пур çĕрте те чурасене ĕçлеттернĕ.
(16) Фараон, Египет патши, пынă та Газер хулине туртса илнĕ, ăна вутçулăмпа çунтарса янă, хулара пурăннă Ханаансене вĕлерсе тухнă, хулине вара, хĕр мулĕ вырăнне, хăйĕн хĕрне, Соломон арăмне, панă.
(17) Соломон туса лартнă хуласем: Газер, Анатри Бефорон,
(18) Ваалаф, пушхирти Фадмор,
(19) вăл тата сыхлăх пурлăхне тытмалли хуласем, çар ураписем упранакан хуласем, утлă çар тăракан хуласем туса лартнă, Соломон ĕнтĕ Иерусалимра, Ливанра, хăй аллинчи пĕтĕм çĕр çинче мĕн тума шутланă, çавна пурне те туса çитернĕ.
(20) Израиль йăхĕнчен тухман халăхсенчен — аморрейсенчен, хетсенчен, ферезейсенчен, [Ханаансенчен], евейсенчен, иевусейсенчен, [гергесейсенчен] — юлнă пĕтĕм халăха,
(21) вĕсем хыççăн çĕр çинче юлнă, Израиль ывăлĕсем тĕппипе пĕтереймен вĕсен ачисене Соломон паянхи кунчченех хырçă тÿлесе тăракан ĕçлевçĕсем тунă.
(22) Израиль ывăлĕсене вара Соломон ĕçлевçĕсем туман, анчах вĕсем унăн çар çыннийĕсем, унăн * Еврейла «ниме юрăхсăр» тенине пĕлтерет. тарçисем, унăн улпучĕсемпе аслă çыннисем, унăн çарпуçĕсем, урапаллă çарсемпе утлă çар çулпуçĕсем пулнă.
(23) Соломон хушнă ĕçсене тăваканĕсене пăхса тăракансем — ĕç ĕçлекен халăха астуса тăракансем — пилĕкçĕр аллăн пулнă.
(24) Фараон хĕрĕ Давид хулинчен хăйĕн керменне, Соломон лартса панă кермене, куçса пынă. Çакăн хыççăн патша Милло теекен вырăна туса лартнă.
(25) Çÿлхуçа ячĕпе тутарнă парне вырăнĕ çинче Соломон çулталăкра виçĕ хутчен парне кÿнĕ: пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесемпе канăçлăх парнисем кÿрсе тăнă, унтах Çÿлхуçа умĕнче ырă шăршă тĕтĕрнĕ. Çапла вăл Çурт лартас ĕçе туса пĕтернĕ.
(26) Соломон патша тата Идумея çĕрĕнче Елоф хули çывăхĕнчи ЕционГавер теекен хулара, Хĕрлĕ тинĕс хĕрринче, карап тунă.
(27) Соломон çыннисемпе пĕрле ишме çав карап çине Хирам тинĕс ĕçне пĕлекен тата карапсемпе çÿреме пĕлекен хăйĕн çыннисене янă;
(28) вĕсем Офир çĕрне кайнă, унтан тăватçĕр çирĕм талант ылтăн илсе тухса Соломон патшана кÿрсе панă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
10
(1) Савея çĕрĕн майра патши, Соломон çинчен, Çÿлхуçа ăна мĕнле чапа кăларни çинчен илтсе, ăна тупмалли юмахсемпе сăнаса пăхма килнĕ.
(2) Иерусалим хулине вăл питĕ пысăк пуянлăхпа çитнĕ: тĕвесем çине ырă шăршăлăх, темĕн чухлĕ ылтăнпа хаклă йышши чул тиенĕ пулнă; çапла вăл Соломон патне çитнĕ те унпа хăй чĕрине мĕн канăç паманни çинчен пурин çинчен те калаçнă.
(3) Соломон унăн пур ыйтăвне те хуравланă, патша хуравлама пултарайманни нимĕн те тупăнман.
(4) Савея çĕрĕн майра патши Соломонăн пĕтĕм ăслăлăхне курнă, вăл туса лартнă Çурта,
(5) ун сĕтелĕ çинчи ĕçмеçимене, ун чурисем пурăнакан çуртсене, ун кĕрнеклĕ тарçисене, вĕсен çипуçне, патшана эрех парса тă раканĕсене курса тĕлĕннĕ, вăл Çÿлхуçа Çуртĕнче пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесем кÿнине курнă. Вара, урăх чăтса тăма хал çитереймесĕр,
(6) патшана çапла каланă: эпĕ хамăн çĕрĕмре сан ĕçÿсемпе сан ăслăлăху çинчен мĕн илтнийĕ тĕрĕсех иккен, тенĕ,
(7) анчах эпĕ хам килсе хам куçăмпа куриччен сăмахпа каланине ĕненменччĕ; халĕ пăхатăп та — сăмах вĕççĕн мана çуррине те каламан: ăслăлăхупа пуянлăху санăн эпĕ илтнинчен пысăкрахмĕн.
(8) Телейлĕ санăн çыннусем, телейлĕ ялан сан умăнта тăракан, сан ăслăлăхна илтекен тарçусем!
(9) Сана Израилĕн аслă пуканĕ çине лартма кăмăл тунă Çÿлхуçа Турру мухтавлă пултăр! Израиле ĕмĕр юратнăран Çÿлхуçа сана тÿрĕ сут тума, тĕрĕссине тума патшана лартнă, тенĕ.
(10) Вара вăл патшана çĕр çирĕм талант ылтăн, темĕн чухлĕ ырă шăршăлăх, хаклă йышши чул парнеленĕ; Соломон патшана унччен нихăçан та Савея çĕрĕн майра патши парнеленĕ чухлĕ ырă шăршăлăх парнелемен пулнă. иОфиртан ылтăн кÿрсе тăракан Хирам карапĕ те темĕн чухлĕ хĕрлĕ йывăçпа хаклă йышши чул илсе килнĕ.
(12) Соломон çав хĕрлĕ йывăçран Çÿлхуçа Çурчĕпе патша керменĕ валли — карлăксем, юрăçсем валли кĕслесемпе псалтирьсем тутарнă. Халиччен унта нихăçан та çавăн чухлĕ хĕрлĕ йывăç пулман, курман япала пулнă вăл.
(13) Соломон патша, хăй кăмăлĕпе парнеленисĕр пуçне, Савея çĕрĕн майра патшине лешĕ мĕн кăмăлланине, мĕн ыйтнине пĕтĕмпех панă; вăл ăна хăй патшана парнеленинчен те ытларах парнеленĕ. Майра патша вара пĕтĕм тарçитĕрçипе пĕрле каялла хăйĕн çĕрне тухса кайнă.
(14) Соломон аллине çулсерен ултçĕр утмăл ултă талант ылтăн килсе тăнă.
(15) Сутуилÿ карапĕсем парса тăнă ылтăнсăр пуçне Соломон тата тавар салатса çÿрекенсенчен, купсасен сутуилĕвĕнчен, Арави патшисеичеи тата тĕрлĕ вырăнти çĕр пуçлăхĕсенчен те ылтăн илсе тăнă.
(16) Туптанă ылтăнран Соломон патша икçĕр пысăк хулкан тутарнă, кашни хулканне тума ултçĕршер сикль ылтăн кайнă;
(17) тата туптанă ылтăнранах виççĕр пĕчĕк хулкан тутарнă, кашни хулканне виçшер мина ылтăн кайнă; патша вĕсене кедртан тунă зал ăшчиккине тăратса тухнă.
(18) Тата вăл сăлан шăмминчен пысăк кăна патша пуканĕ тутарнă, ăна таса ылтăнпа сăрнă;
(19) патша пуканĕ патне улăхма ултă картлашка пулнă; патша пуканĕн тăрри хыçал енче çавра пулнă, ларкăчăн икĕ енĕнче чавса пускăчĕсем пулнă, вĕсемпе юнашар икĕ арăслан кĕлетки тăнă;
(20) тата унта ултă картлашка çинче, икĕ енче те, вуникĕ арăслан тăнă. Çакăн пекки нихăш патшалăхра та пулман.
(21) Соломон патшанăн ĕçмелли савăчĕсем пурте ылтăн пулнă, çавăн пекех «Ливан вăрманĕ» теекен керменри мĕнпур савăтсапа та таса ылтăнран пулнă; кĕмĕлтен туни нимĕн те пулман, мĕншĕн тесессĕн Соломон вăхăтĕнче кĕмĕл ниме те тăман;
(22) патшанăн тинĕсре, Хирам карапĕпе пĕрле, Фарсис карапĕ пулнă; вăл виçĕ çулта пĕрре ылтăнпа кĕмĕл, сăлан шăмми тата упăтесемпе турткăшсем кÿрсе тăнă.
(23) Пуянлăхĕпе, ăслăлăхĕпе Соломон патша çĕр çинчи пур патшаран та малта тăнă.
(24) Унăн чĕрине Турă хывнă ăслăлăха итлесе пăхасчĕ тесе çĕр çинчи пур [патша та] Соломонпа курнăçма май шыранă.
(25) Çапла вĕсем ăна çулсеренех, кашнийĕ хăй енчен, кĕмĕл савăтсемпе ылтăн савăтсем, тумтирпе кăрал, ырă шăршăлăх, урхамахсемпе ашакла лашасем парнелепарнеле панă.
(26) Соломон урапаллă çарпа утлă çар пухса çитернĕ; унăн пин те тăватçĕр çар урапи*, вуникĕ пин юланут лаша пулнă; вĕсене вăл çар ураписен хулисем тăрăх вырăнаçтарса тухнă, Иерусалимра патша çумĕнче те тытнă. [Тата вăл Евфрат юханшывĕнчен пуçласа Филисти çĕрĕпе Египет чикки таран пур тинĕс çинче те хуçа пулса тăнă.]
(27) Çавăн чухне патша Иерусалимра кĕмĕле ахаль чулпа пĕр хака ÿкернĕ, кедр йывăçне вара, питех те нумаййине кура, айлăмсенче ÿсекен сикомора йывăçĕпе пĕр хака хăварнă.
(28) Урхамахсене Соломон патша валли Египетран тата Куваран кÿрсе тăнă; патша купсисем вĕсене Куваран укçалла туянса илеиле килнĕ.
(29) Çар урапине ултçĕр сикль кĕмĕлле, лашине çĕр аллăпа Египетра туянса кÿрсе тăнă. Çав йĕркепех вĕсем çакна пĕтĕмпе хет патшисене, Арамея патшисене хăйсем леçсе тăнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
11
(1) Фараон хĕрĕсĕр пуçне Соломон тата ют çĕршыв хĕрарăмĕсене нумай хĕрарăма — Моав, Аммон, Эдом, Сидон, хет çыннисен хĕрĕсене — юратнă,
(2) çав халăхсем çинчен Çÿлхуçа Израиль ывăлĕсене: «вĕсем патне ан кĕрĕр, вĕсем те сирĕн патăра ан кĕччĕр, çапла вĕсем сирĕн чĕрĕре хăйсен туррисем еннелле ан çавăрайччăр» тесе каланă. Соломон ĕнтĕ çавсен хĕрарăмĕсене кăмăлласа пăрахнă.
(3) Çапла унăн çичçĕр арăм, виççĕр çумарăм пулнă; арăмĕсем унăн чĕрине пăсса янă.
(4) Соломонăн ватлăх кунĕсенче арăмĕсем ун чĕрине урăх турăсем еннелле çавăрнă; ĕнтĕ унăн чĕрийĕ хăй ашшĕн Давидăн чĕри пек пулман: Çÿлхуçа Турра пĕтĕмпех парăнса тăман.
(5) Соломон çапла Сидон йĕрĕхне Астартăна, аммонсен йĕрĕнчĕкне Милхома пăхăнса тăра пуçланă.
(6) Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр ĕçсем тунă Соломон; хăйĕн ашшĕ пекех, Турă çулĕпе çÿрекен Давид пекех, пулайман.
(7) Соломон ĕнтĕ Иерусалим умĕнчи сăрт çине Хамос кĕлеткин, Моав йĕрĕнчĕкĕн, çуртне туса лартнă, аммонсен йĕрĕнчĕкĕ Молох валли те çурт тунă.
(8) Ют çĕршывсенчен илнĕ пур арăмĕ валли те * Грекла куçарнинче: çар урапи кÿлмелли хĕрĕх пин лаша. çапла тунă вăл; лешĕсем ĕнтĕ хăйсен туррисем умĕнче тĕтĕрсе, чÿк туса тăнă.
(9) Çÿлхуçа вара Соломон хăй чĕрине Израилĕн Çÿлхуçа Турринчен сивĕтнĕшĕн çилленнĕ. Турă ăна икĕ хутчен курăннă,
(10) ăна урăх турăсем хыççăн кайма чарнă; анчах вăл Çÿлхуçа [Турă] хушнине туман. пĔнтĕ Çÿлхуçа Соломона каланă: çапла тунăшăн, Манăн халалăмпа Манăн йĕркемсене уяманшăн, хăвна мĕн хушнине астуса тăманшăн санран патшалăха туртса илетĕп те хăвăн чуруна паратăп;
(12) анчах Давидшăн, санăн аçушăн, çакна Эпĕ сан ĕмĕрÿнте тумăп, патшалăхна сан ывăлу аллинчен туртса илĕп;
(13) пĕтĕм патшалăхнех туртса илмĕп: Давид чурамшăн, Хам суйласа илнĕ Иерусалимшăн пĕр йăхне сан ывăлна парăп, тенĕ.
(14) Çÿлхуçа вара Соломона хирĕç тăшман — Адера, Эдом патшисен йăхĕнчен тухнă Идумея çыннине — кăларнă.
(15) Унччен, Давид Идумейăра пулнă чухне, унта Иоав çарпуç вăрçăра вилнисене пытарма пынă пулнă, Идумейăра вăл пĕтĕм ар халăха вĕлерсе тухнă,
(16) Иоавпа Израиль çыннисем унта ултă уйăх, Идумейăри пĕтĕм ар халăха тĕппипе пĕтериччен, пурăннă,
(17) çавăн чухне çак Адер хăй ашшĕ патĕнче ĕçлесе тăнă темиçе идумейпа Египет çĕрне тухса тарнă; Адер ун чухне ача кăна пулнăха.
(18) Мадиан çĕрĕнчен тухса кайса вĕсем Фаран пушхирне çитнĕ, унта хăйсемпе пĕрле çынсем илнĕ те Египет çĕрне фараон патне, Египет патши патне, çитнĕ. [Адер фараон патне кĕнĕ,] лешĕ ăна çурт панă, пурăнма мĕн кирлине хунă, тата çĕр те панă.
(19) Адер фараон кăмăлне тупнă, фараон ăна хăй арăмĕн йăмăкне, Тахпенеса майра патша йăмăкне, качча панă.
(20) Тахпенеса йăмăкĕ Адера ывăл ача çуратса панă, ăна Генуват ятлă хунă. Тахпенеса ăна фараон çуртĕнче пăхса усранă; Генуват çапла фараон çуртĕнче фараон ывăлĕсемпе пĕрле пурăннă.
(21) Адер, Давид хăйĕн канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешни çинчен итсессĕн, Иоав çарпуç та вилни çинчен илтсессĕн, фараона каланă: ирĕк парсамччĕ мана, эпĕ хамăн çĕршыва каям, тенĕ.
(22) Фараон ăна каланă: хăвăн çĕршывна каясчĕ тетĕн, темĕн çитместим сана ман патăмра? тенĕ. Лешĕ хуравланă: пурте çителĕклĕ, çапах ярсамччĕ мана, тенĕ. [Çапла Адер хăйĕн çĕршывне таврăннă.]
(23) Çÿлхуçа Соломона хирĕç тепĕр тăшман — Разона, Елиада ывăлне, Сува патшинчен Адраазартан тарса кайнăскере — кăларнă.(24) Давид Адраазара çĕмĕрсе тăкнă хыççăн çав Разон, хăй тавра çынсем пухса, эшкер пуçлăхĕ пулса тăнă; вара вĕсем Дамаск хулине кайнă та, унта вырăнаçса, пĕтĕм Дамаска хăйсен аллинче тытса пурăннă.
(25) Разон ĕнтĕ Соломонăн пĕтĕм ĕмĕрĕ тăршшĕпех Израиль тăшманĕ пулнă. Адер усал тунисĕр пуçне çакă та Израиле ялан сăтăр кÿрсе тарăхтарнă, унтан Сири патши пулса тăнă.
(26) Тата Нават ывăлĕ Иеровоам та — Ефрем çынни, Цареда хулинче çуралнăскер — патша çине алă çĕкленĕ, ун амăшĕ, тăлăх арăма юлнăскер, Церуа ятлă пулнă.
(27) Вăл патша çине алă çĕклесси акă мĕнрен пуçланнă: Соломон Милло теекен вырăна тутарнă, Давид хулин хÿмине сиплеттернĕ.
(28) Иеровоам паттăр çын пулнă. Соломон, çак çамрăк çын ĕç тума пĕлнине асăрхаса, ăна Иосиф йăхĕнчен килнĕ хырçă тÿлекен ĕçлевçĕсене астуса тăракан пуçлăха лартнă.
(29) Çав вăхăтра пĕррехинче Иеровоамăн Иерусалимран кайса килмелли ĕç тупăннă; çул çинче ăна Силом хули çынни Ахия пророк тĕл пулнă, ун çийĕнче çĕнĕ тумтир пулнă. Вĕсем уйра çапла иккĕшех тăнă.
(30) Ахия çири çĕнĕ тумтирне хывса вуникĕ татăка çурса вакланă та
(31) Иеровоама каланă: вунă татăкне ху валли ил, мĕншĕн тесессĕн Израилĕн Çÿлхуçа Турри çапла калать: акă эпĕ патшалăха Соломон аллинчен туртса илетĕп, сана вунă йăхне паратăп, тет,
(32) пĕр йăхĕ вара* Хамăн Давид чурамшăн, Эпĕ Израилĕн пĕтĕм йăхĕнчен суйласа илнĕ Иерусалим хулишĕн унрах юлĕ.
(33) Акă мĕншĕн çавăн пек тăватăп: вĕсем, Мана пăрахса, Сидон йĕрĕхне Астартăна, моавсен туррине Хамоса, аммонсен туррине Милхома пуççапма пуçларĕç; вĕсем Давид пек, Соломон ашшĕ пек, пулаймарĕç: Ман çулпа çÿремерĕç, Мана юрăхлă ĕçсем тумарĕç, Эпĕ панă йĕркесене, Манăн ÿкĕтĕмсене уямарĕç.
(34) Эпĕ патшалăха ун аллинчен пĕтĕмпех туртса илместĕп, Эпĕ ăна — Манăн ÿкĕтĕмсене, Эпĕ панă йĕркесене тытса тăнă, Хам суйласа илнĕ Давид чурамшăн — мĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех патшара хăваратăп;
(35) патшалăха ун ывăлĕн аллинчен туртса илĕп, çавăнтан вунă йăхне сана парăп;
(36) унăн ывăлне вара — Давид чурамăн çутаткăçĕ ĕмĕрех Хам сăнăм умĕнче, Хам ятăм валли суйласа илнĕ Иерусалим хулинче юлтăр тесе — пĕр йăх паратăп.
(37) Эпĕ сана суйласа илетĕп, эсĕ мĕн кăмăл тунине пурне те ху аллунта тытса тăрăн, Израиль патши пулăн;
(38) эхер те эсĕ Эпĕ мĕн хушнине пурне те уяса пурăнсассăн, Эпĕ панă йĕркесене, Манăн ÿкĕтсене тытса тăрса, Давид чурамăм тунă пек, Ман çулпа çÿресе Мана юрăхлă ĕçсем туса тăрсассăн, Эпĕ санпа пĕрле пулăп, сана, Давида туса панă пек, тĕреклĕ кил туса йĕркене кÿртсе парăп, сана Израиле парăп;
(39) Эпĕ çакăншăн Давид йăхне йăвашлантарăп, анчах ĕмĕрлĕхех мар, тет Турă, тенĕ Ахия пророк.
(40) Соломон ĕнтĕ Иеровоама вĕлересшĕн пулнă; анчах Иеровоам Египет çĕрне Сусаким, Египет патши, патне тухса тарнă, вара вăл Соломон виличченех Египетра пурăннă.
(41) Соломонăн ытти ĕçĕсене, вăл мĕн тунине пурне те, унăн ăслăлăхне те Соло * Грекла куçарнинче: икĕ йăх. мон ĕçĕсен кĕнекинче çырса кăтартнă.
(42) Соломон Иерусалимра Израиль патшинче хĕрĕх çул ларнă.
(43) Ĕнтĕ Соломон канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна ашшĕн Давидăн хулинче пытарнă, унăн вырăнне патшана ун ывăлĕ Ровоам ларнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
12
(1) Ровоам Сихем хулине кайнă, мĕншĕн тесессĕн ăна патшана лартма пĕтĕм Израиль халăхĕ Сихеме пуçтарăннă пулнă.
(2) Соломон патшаран тарса кайнă Нават ывăлĕ Иеровоам çаплах Египетра пулнăха, ĕнтĕ вăл çак хыпара илтнĕ те Египетран каялла таврăннă;
(3) ăна çын ярса чĕнтерсе илнĕ. Вара Иеровоампа пĕтĕм Израиль пынă та Ровоам [патшапа] калаçса çапла каланă:
(4) санăн аçу пирĕн çине йывăр çĕклем хунăччĕ, эсĕ ĕнтĕ çăмăллатса парсамччĕ пире аçун хĕрхенÿсĕр ĕçне, пирĕн çине тиенĕ йывăр çĕклеме, вара эпир саншăн ĕçлесе тăрăпăр, тенĕ.
(5) Ровоам вĕсене каланă: кайăр та виçĕ кунран тепре килĕр ман патăма, тенĕ. Халăх вара каялла кайнă.
(6) Ровоам патша хăйĕн ашшĕ Соломон чĕрĕ чухне ун умĕнче тăнă аслă çынсемпе канашланă, каланă вĕсене: эсир мана çак халăха мĕн калама ăс паратăр? тенĕ.
(7) Лешĕсем калаçнă унпа, каланă: эхер те эсĕ паянхи кун çак халăх тарçи пулса ăна пулăшсассăн, вĕсене çырлахтарсассăн, вĕсемпе ăшă кăмăлтан калаçсассăн, вĕсем ĕмĕрлĕхе санăн чурусем пулĕç, тенĕ.
(8) Анчах Ровоам аслă çынсем панă канаша вырăна хуман, хăйпе пĕрле ÿссе çитĕннĕ, ĕнтĕ хăй умĕнче тăракан çамрăк çынсемпе канашланă,
(9) вĕсене çапла каланă: манпа калаçса мана: «пирĕн çине аçу хунă çĕклеме çăмăллатса парсамччĕ» тенĕ çак халăха мĕн калама канаш паратăр мана? тенĕ.
(10) Хăйпе пĕрле ÿссе çитĕннĕ çамрăксем каланă ăна: санпа калаçса: «санăн аçу пирĕн çине йывăр çĕклем хучĕ, эсĕ ĕнтĕ çăмăллăх парсамччĕ пире» тенĕ çак халăха çапла кала: «манăн кача пÿрнем те аттемĕн пилĕкĕнчен хулăнрах; Пэппин, манăн аттем сирĕн çине йывăр çĕклем хунă пулсассăн, эпĕ сирĕн çĕклемĕре тата йывăрлатăп; аттем сире чăпăрккапа хĕнеттернĕ пулсассăн, эпĕ сире вĕçне тимĕр янă пушăпа хĕнеттерĕп» тесе кала, тенĕ.
(12) Патша «виççĕмĕш кунне килĕр» тенине астуса, виççĕмĕш кунне Ровоам патне Иеровоампа пĕтĕм халăх пынă.
(13) Аслă çынсен канашне вырăна хумасăр, патша халăха хаяррăн хуравланă;
(14) çамрăк çынсен канашне тăнласа, вăл çапла каланă: манăн аттем сирĕн çине йывăр çĕклем хунă — эпĕ сирĕн çĕклемĕре тата йывăрлатăп; аттем сире чăпăрккапа хĕнеттерсе асап кăтартнă — эпĕ сире вĕçне тимĕр янă пушăпа хĕнеттерĕп, тенĕ.
(15) Патша халăха итлемен, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа ирĕкĕ çапла пулнă: Унăн сăмахĕ — Силом çынни Ахия урлă Нават ывăлне Иеровоама каланă сăмахĕ — вырăна килмелле пулнă.
(16) Израиль çыннисем патша хăйсене итлеменнине курнă. Вара халăх патшана хуравласа çапла каланă: пирĕншĕн Давидра мĕнле пай пултăр? пирĕншĕн Иессей ывăлĕнчен пай çук; эй Израиль, хамăр чатăрсене таврăнар! Давид, ĕнтĕ эсĕ хăвăн килÿпе хуçалан! тенĕ. Çапла Израиль халăхĕ хăйĕн чатăрĕсене саланнă.
(17) Ровоам вара Иуда хулисенче пурăнакан Израиль ывăлĕсемшĕн çеç патша пулса юлнă.
(18) Вăл Адонирама, хырçă пуçтаракансенĕн пуçлăхне, Израильсемпе калаçма янă; анчах лешĕсем ăна чулпа персе чул айне тунă, вăл вилнĕ вара; Ровоам патша хăй Иерусалима тармашкăн васкасах çар урапи çине хăпарса ларнă.
(19) Израиль çапла Давид килĕнчен уйăрăлса кайнă — паян кунчченех çапла.
(20) Иеровоам [Египетран] таврăнни çинчен илтсессĕн, Израильсем ăна çын ярса пухăва чĕнтерсе пынă та ăна пĕтĕм Израиль халăхĕн патшине лартнă. Давид килĕнче вара Иуда йăхĕ [тата Вениамин йăхĕ] çеç юлнă.
(21) Иерусалима çитсессĕн, Ровоам пĕтĕм Иуда килĕпе Вениамин йăхĕнчен çĕр сакăрвунă пин чи вăйпитти çар çынни пухнă; çакна вăл Израиль килне хирĕç вăрçăпа тухса патшалăха Соломон ывăлне Ровоама тавăрса парас тесе тунă.
(22) Çавăн чухне Самее, Турă çыннине, Турăран çакăн пек сăмах пулнă:
(23) Ровоама — Соломон ывăлне, Иудея патшине — кала, Иудăпа Вениаминăн пĕтĕм йăхне те, ытти халăха та кала:
(24) Çÿлхуçа çапла калать: ан кайăр, хăвăр тăванăрсемпе, Израиль ывăлĕсемпе, вăрçă ан пуçлăр; пурте киле таврăнăр, мĕншĕн тесессĕн ку Манăн ирĕкĕмпе пулнă, тет. Итленĕ иудейсем Çÿлхуçа сăмахне, Çÿлхуçа каланипе каялла кайнă.
(25) Иеровоам ĕнтĕ Ефрем тăвĕ çинче Сихем хулине çирĕплетсе лартнă та çавăнта вырăнаçнă; унтан Пенуил хулине туса лартнă.
(26) Иеровоам хăй ăшĕнче çапла шухăшланă: патшалăх каллех Давид килне куçма пултарать;
(27) çак халăх Çÿлхуçа Çуртне парне кÿме Иерусалима çÿреме тытăнсассăн, унăн чĕри хăйĕн патши, Иудея патши Ровоам, еннелле çаврăнĕ, вара вĕсем мана вĕлерĕç те Иудея патши Ровоам патне таврăнĕç, тенĕ.
(28) Вара, канашласа пăхса, Иеровоам икĕ ылтăн пăру кĕлетки тутарнă та [халăха] каланă: сирĕн Иерусалима çÿреме кирлĕ мар; эй Израиль, акă санăн туррусем, хăвна Египет çĕрĕнчен илсе тухнă турăсем, тенĕ.
(29) Пĕр пăрăвне Вефиль хулине, тепĕрне Дан хулине лартнă.
(30) Çакă ĕнтĕ çылăх енне сулăнтарнă, мĕншĕн тесессĕн халăх çав кĕлеткесене пуççапма Вефиль хулипе Дан хулине çÿренĕ [Çÿлхуçа Çуртне пăрахнă].
(31) Иеровоам тата йĕрĕхсене пуççапса тăма сăртту тÿпемĕнче çурт тутарнă, унта ĕçлесе тăма халăх хушшинчен священниксем суйласа лартнă, лешĕсем Левий ывăлĕсем пулман.
(32) Иеровоам саккăрмĕш уйăхăн вунпиллĕкмĕш кунĕнче уяв ирттермелле тунă, çак уяв Иудейăра ирттерекен уяв евĕрлĕ пулнă; çавăн чух не парне вырăнĕ çинче парнесем кÿнĕ; хăй тунă пăру кĕлеткисене те Вефильте парне кÿнĕ. Вефильте вăл хăй тутарнă тÿпем вырăнсен священникĕсене уйăрса лартнă.
(33) Вефильте тунă парне вырăнĕ çинче вара вăл хăй ирĕккĕн палăртса хунă саккăрмĕш уйăхăн вунпиллĕкмĕш кунĕнче парнесем кÿнĕ; çапла Израиль ывăлĕсем валли уяв кăларнă, ырă шăршă тĕтĕрмешкĕн Иеровоам ĕнтĕ парне вырăнĕ умне пырса тăнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
13
(1) Акă ĕнтĕ Иеровоам тĕтĕркĕчпе тĕтĕрес тесе парне вырăнĕ умĕнче тăнă вăхăтра Вефиле, Çÿлхуçа сăмахĕ тăрăх, Иудейăран Турă çынни çитнĕ.
(2) Турă çыннине Çÿлхуçа парне вырăнĕ умĕнче çапла калама хушнă: эй парне вырăнĕ, парне вырăнĕ! Çÿлхуçа çапла калать: акă Давид килĕнче ача çуралĕ, ячĕ унăн Иосия пулĕ, вăл сан умăнта тĕтĕркĕчпе тĕтĕрекен тÿпем вырăнсен священникĕсене сан çинчех парнене кÿрĕ, сан çинче этем шăммишакки çунтарса ярĕ, тет Турă, тенĕ.
(3) Турă çынни тата каланă: çакна Çÿлхуçа каланине эсир çакă хăват паллинчен пĕлетĕр: ку парне вырăнĕ ишĕлсе анĕ, ун çинчи кĕл çĕре сапаланĕ, тенĕ.
(4) Турă çынни Вефильти парне вырăнĕ çинчен çапла каланине илтсессĕн, Иеровоам патша парне вырăнĕ патĕнчен: тытăр ăна, тесе аллине тăснă. Турă çынни çинелле тăснă алли унăн çавăнтах хытса ларнă, вăл ăна хуçлатма та пултарайман.
(5) Турă çынни урлă Çÿлхуçа пĕлтернĕ хăват палли чăна килнĕ: парне вырăнĕ ишĕлсе аннă, ун çинчи кĕл çĕре сапаланнă.
(6) [Иеровоам] патша Турă çыннине каланă: Çÿлхуçа Туррун кăмăлне çавăрсам, кĕлтусам маншăн: аллăм хам еннелле хуçлантăрччĕ, тенĕ. Турă çынни Çÿлхуçа кăмăлне çавăрнă, патша алли, хуçланса, малтанхи пекех пулса тăнă.
(7) Патша вара Турă çыннине каланă: кĕр ман патăма, апат туса вăй илĕн, эпĕ сана парне парăп, тенĕ.
(8) Анчах Турă çынни каланă патшана: эсĕ мана çуртун çуррине парас пулсассăн та, эпĕ санпа каймастăп, çак вырăнта çăкăр та çиместĕп, шыв та ĕçместĕп,
(9) мĕншĕн тесессĕн мана Çÿлхуçа: «унта çăкăр та ан çи, шыв та ан ĕç, ху кайнă çулпа та ан таврăн» тесе хушнă, тенĕ.
(10) Вара вăл урăх çулпа кайнă, каялла Вефиле килнĕ çулпа кайман. пВефиль хулинче пĕр ватă пророк пурăннă. Ывăлĕ ун патне пынă та Турă çынни паян Вефильте мĕн туни çинчен пĕтĕмпех каласа кăтартнă; ывăлĕсем ашшĕне Турă çынни патшана мĕнмĕн каланине те каласа панă.
(12) Ашшĕ вĕсенчен: мĕнле çулпа кайрĕ вăл? тесе ыйтнă. Ывăлĕсем Иудейăран килнĕ Турă çынни мĕнле çулпа кайнине кăтартнă.
(13) Ашшĕ ĕнтĕ ывăлĕсене каланă: мана ашак йĕнерлесе парăрха, тенĕ. Ăна ашак йĕнерлесе панă, вăл ăна утланнă та
(14) Турă çынни хыççăн кайнă, ăна тупнă чухне лешĕ юман айĕнче ларнă, вăл ăна: Иудейăран килнĕ Турă çынни эсĕи? тенĕ. Лешĕ: эпĕ, тенĕ.
(15) Пророк ăна каланă: ман патăма, ман килĕме кĕрсем, апат çисе тух, тенĕ.
(16) Лешĕ каланă: эпĕ санпа пĕрле таврăнса сан патна кĕме пултараймастăп; çак вырăнта сан патăнта çăкăр та çимĕп, шыв та ĕçмĕп,
(17) мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа мана: «унта çăкăр та ан çи, шыв та ан ĕç, ху кайнă çулпа та ан таврăн» терĕ, тенĕ.
(18) Вефильти пророк ăна каланă: эпĕ те сан пек пророках, çавăнпа Ангел мана Çÿлхуçа сăмахĕпе: «ăна хăвăн килне илсе кил; вăл çăкăр çитĕр, тăраниччен шыв ĕçтĕр» тесе каларĕ, тенĕ. Вăл суйнă ăна.
(19) Лешĕ вара унпа пĕрле таврăннă, ун килĕнче апат та çинĕ, тăраничченех шыв та ĕçнĕ.
(20) Вĕсем сĕтел хушшинче ларнă чухнех Турă çыннине каялла тавăрнă пророка Çÿлхуçаран сăмах пулнă.(21) Вара пророк Иудейăран килнĕ Турă çыннине каланă: Çÿлхуçа çапла калать: Çÿлхуçа каланине итлеменшĕн, Çÿлхуçа Турру хăвна мĕн хушнине уяманшăн,
(22) Вăл хăвна: «унта çăкăр та ан çи, шыв та ан ĕç» тенĕ вырăна таврăнса çăкăр çинĕшĕн, шыв ĕçнĕшĕн санăн ÿтÿ хăвăн аçусен тупăклăхне кĕреймĕ, тет, тенĕ.
(23) Иудейăран килнĕ Турă çынни апат çинĕ, тăраниччен шыв ĕçнĕ хыççăн Вефильти пророк ун валли ашак йĕнерленĕ.
(24) Тухса кайнă лешĕ. Çул çинче ăна арăслан тĕл пулнă та — вĕлернĕ. Ĕнтĕ ÿчĕ çул çинче выртнă; ашакĕ ун çумĕнче тăнă, арăслан та ун ÿчĕ патĕнчех тăнă.
(25) Акă ĕнтĕ иртсе пыран çынсем çул çинче выртакан вилепе ун патĕнче тăракан арăслана курнă, вара ватă пророк пурăнакан хулана кайса каласа кăтартнă.
(26) Çакна илтсе ăна çул çинчен каялла тавăрнă пророк каланă: ку вăл — Çÿлхуçа сăмахне итлемен Турă çынни; Çÿлхуçа арăслан янă та, арăсланĕ тапăннă та çурса пăрахнă ăна. Çÿлхуçа сăмахĕпе пулчĕ ку, тенĕ.
(27) Унтан ывăлĕсене каланă: ашак йĕнерлесе парăр мана, тенĕ. Лешĕсем йĕнерлесе панă.
(28) Вăл тухса кайнă та Турă çыннин çул çинче выртакан ÿтне тупнă; ашакпа арăслан виле çумĕнче тăнă; арăслан вилене тĕкĕнмен, ашака та тапăнман.
(29) Пророк Турă çыннин ÿтне ашак çине çĕклесе хунă, вара каялла илсе кайнă. Уншăн хÿхлеме, ăна пытарма ватă пророк хăйĕн хулине кайнă.
(30) Унăн ÿтне вăл хăйĕн тупăклăхне хунă, уншăн хурланса йĕнĕ: мĕн тăвăн, тăванăм! тенĕ.
(31) Ăна пытарнă хыççăн вăл ывăлĕсене каланă: эпĕ вилсессĕн, мана Турă çыннине пытарнă тупăклăха пытарăр; манăн шăммăмсене унăн шăммисем çумне хурăр:
(32) унăн Çÿлхуçа хушнипе каланă сăмахĕ — Вефильти парне вырăнĕ çинчен, сăртту тÿпемĕсенче, Самари хулисенче йĕрĕхсене пуççапма лартнă çуртсем çинчен калани — çитетех, тенĕ.
(33) Çак ĕç пулса иртнĕ хыççăн та Иеровоам хăйĕн усал çулĕнчен пăрăнман, халăх хушшинчен тÿпем вырăнсен священникĕсене лартсах тăнă; камăн кăмăл пур, çавна священника кĕртнĕ вăл, вара лешĕ тÿпем вырăнсен священникĕ пулса тăнă.
(34) Çакă Иеровоам килне çылăх патне, пĕтесси патне, хăйне çĕр пичĕ çинчен пĕтерсе пăрахасси патне илсе çитернĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
14
(1) Çав вăхăтра Иеровоам ывăлĕ Авия чирлесе ÿкнĕ.
(2) Иеровоам вара арăмне каланă: ху Иеровоам арăмĕ иккенне ан пĕлччĕр тесе, тумтир улăштарса тăхăн та Силом хулине кай. Унта Ахия пророк пурăнать; вăл эпĕ çак халăх патши пуласси çинчен малтанах каласа хунăччĕ.
(3) Хăвпа пĕрле [Турă çынни валли] вунă çăкăрпа пашалусем, пĕр чÿлмек пыл ил те кай ун патне: вăл сана ачана мĕн кĕтни çинчен калĕ, тенĕ.
(4) Иеровоам арăмĕ çапла тунă та: Силома кайнă та Ахия килне пынă. Ахия ĕнтĕ курми пулнă — ватлăха пула суккăрлансах ларнă.
(5) Çÿлхуçа ĕнтĕ Ахияна каланă: акă Иеровоам арăмĕ санран хăйĕн ывăлĕ çинчен ыйтса пĕлме килет — ывăлĕ чирлĕ унăн; çаплаçапла кала ăна; вăл урăх тумтир тăхăнса килет, тенĕ.
(6) Хĕрарăм алăкран кĕрсессĕн, ун ури чăштăртатнине илтсе, Ахия каланă: кĕр, Иеровоам арăмĕ; мĕншĕнха тумтирне улăштарса тăхăнтăн? Эпĕ сана хаяр хыпар пĕлтеретĕп, тенĕ.
(7) Кай та Иеровоама кала: Израилĕн Çÿлхуçа Турри çапла калать: Эпĕ сана ахаль халăх хушшинчен çĕклесе Хамăн Израиль халăхĕн çулпуçне лартрăм,
(8) патшалăха Давид килĕнчен туртса илсе сана патăм; эсĕ вара Давид чурамăм пек мар; вăл Манăн ÿкĕтĕмсене уяса тăнă, Мана юрăхлă ĕçсем анчах туса, пĕтĕм чĕрипе Ман хыççăн пынă;
(9) эсĕ хăв умĕнхи патшасенчен пуринчен те япăхрах хăтлантăн, кайран та, Мана çиллентерсе, ху валли урăх турăсем, йĕрĕхсем турăн, Ман хыççăн пыма пăрахрăн;
(10) çавăншăн Эпĕ Иеровоам килĕ çине хĕнхур яратăп, Иеровоамăн пур арçыннине те — чурисене те, ирĕклĕ çыннисене те — пĕтерсе тăкăп, Иеровоам килçуртне çÿпçап шăлса кайнă пек тĕппипех шăлса тăкăп, тет; иИеровоам кил-йышĕнчен хулара вилнисене йытă сем çисе ярĕç; хирте вилиисене вĕçен кайăксем сăхасăха пĕтерĕç — çапла каларĕ Çÿлхуçа.
(12) Халĕ ĕнтĕ килне кай; хулана çитсе ура ярса пусăн çеç, ачу вилсе выртĕ;
(13) ăна пĕтĕм Израиль халăхĕ хÿхлесе пытарĕ; Иеровоам кил-йышĕнчен пĕр çавă анчах тупăклăха кĕрĕ: Иеровоам килĕнчи çынсенчен пĕр унра çеç Израилĕн Çÿлхуçа Турри умĕнче темĕн ырри тупăннă.
(14) Вара Çÿлхуçа Израиле çĕнĕ патша лартса парĕ, лешĕ ĕнтĕ çав кунах Иеровоам килне пĕтерсе тăкĕ; часи? часах.
(15) Пĕтерсе лартĕ Çÿлхуçа Израиле, ун чухне вăл шывра чĕтренсе ларакан хăмăш пек пулĕ, Çÿлхуçана çиллентерсе хăйсем патĕнче йĕрĕхсем тунăшăн Израильсене Вăл вĕсен ашшĕсене панă çак ырă çĕршывран кăларса ывăтĕ, юханшывăн леш енне сапаласа ярĕ;
(16) [Çÿлхуçа] Израиле Иеровоам çылăхĕсемшĕн — вăл хăй тунă çылăхсемшĕн тата Израиле çылăха кĕртнĕшĕн — айăплĕ, тенĕ Ахия.
(17) Иеровоам арăмĕ вара каялла кайнă, Фирца хулине çитнĕ; алăк урлă ярса пуссанах, ачи вилсе выртнă.
(18) Çÿлхуçа Хăйĕн чури Ахия пророк урлă каланă пек, ăна пĕтĕм Израиль хÿхлесе пытарнă.
(19) Иеровоамăн ытти ĕçĕсене — вăл мĕнле çапăçнине, патшара мĕнле ларнине — Израиль патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.
(20) Иеровоам çирĕм икĕ çул патшара ларнă; ĕнтĕ вăл канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ Нават ларнă.
(21) Соломон ывăлĕ Ровоам вара Иудея патшинче ларнă. Патшана ларнă чухне вăл хĕрĕх пĕр çулта пулнă; патшара вара, Иерусалимра — Турă Хăйĕн ячĕ унта тăтăр тесе Израильсен мĕнпур йăхĕнчен суйласа илнĕ хулара — вунçичĕ çул ларнă. Ун амăшĕ, Аммон ăрăвĕнчен тухнăскер, Наама ятлă пулнă.
(22) Иуда Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр ĕçсем тунă, Ăна вĕсем хăйсен çылăхĕсемпе ашшĕсенчен те ыт ларах çиллентернĕ.
(23) Вĕсем хăйсен таврашĕнче кирек мĕнле çÿллĕрех сăрт çинче те, кирек мĕнле лапсака йывăç айĕнче те йĕрĕхсем, йĕрĕх çурчĕсем туса тултарнă.
(24) Вĕсен çĕрĕ çинче тата аскăнчăксем те пулнă, вĕсем Çÿлхуçа Израиль ывăлĕсем патĕнчен хăваласа янă халăхсен пур ирсĕрлĕхне те туса тăнă.
(25) Ровоам пиллĕкмĕш çул патшара ларнă чухне Египет патши Сусаким Иерусалима хирĕç вăрçăпа тухнă та
(26) Çÿлхуçа Çурчĕн пуянлăхне, патша керменĕн пуянлăхне [Давид патша Адраазар чурисенчен — Сува патши чурисенчен — туртса илсе Иерусалима илсе килнĕ ылтăн хулкансене те] туртса илнĕ. Пурне те илнĕ; Соломон тунă ылтăн хулкансене те пурне те илнĕ.
(27) Ровоам патша ĕнтĕ вĕсем вырăнне пăхăр хулкансем тутарнă та патша керменне кĕнĕ çĕрте сыхласа тăракансен пуçлăхĕсен аллине панă.
(28) Патша Çÿлхуçа Çуртне кайма тухнă чухне вĕсене сыхлавçăсем йăтса пынă, кайран каллех сыхлавçăсен пÿлĕмне леçсе хунă.
(29) Ровоамăн ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине, Иудея патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.
(30) Ровоампа Иеровоам хушшинче хăйсен ĕмĕрĕ тăршшĕпех вăрçă пынă.
(31) Ровоам ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна ашшĕсемпе юнашарах Давид хулинче пытарнă. Унăн амăшĕ, Аммонра çуралнăскер, Наама ятлă пулнă. Ровоам вырăнне патшана унăн ывăлĕ Авия ларнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
15
(1) Нават ывăлĕ Иеровоам вунсаккăрмĕш çул патшара ларнă чухне Авия иудейсен патши пулса тăнă.
(2) Вăл Иерусалимра виçĕ çул патшара ларнă; унăн амăшĕ, Авессалом хĕрĕ, Мааха ятлă пулнă.
(3) Авия унччен хăй ашшĕ туса тултарнă çылăхсенех туса пурăннă, вăл пĕтĕм чĕререн Çÿлхуçа Турра парăннă ашшĕ пек, Давид пек, пулман.
(4) Анчах Давидшăн ăна Çÿлхуçа Турă Иерусалимра çутă çутса панă: хăй хыççăн ун ывăл не патшана лармалла тунă, Иерусалима тĕреклĕлетнĕ,
(5) мĕншĕн тесессĕн Давид Çÿлхуçа умĕнче юрăхлă ĕçсем туса пурăннă, ĕмĕрĕ тăршшĕнче те, хет çыннипе Урияпа çыхăннă ĕçсĕр пуçне, хăйне Турă хушса каланинчен пĕр нимĕнрен те иртмен.
(6) Ровоампа Иеровоам хушшинче хăйсен ĕмĕрĕ тăршшĕпех вăрçă пынă.
(7) Авиян ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине, Иудея патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă. Авияпа Иеровоам хушшинче вăрçă пулнă.
(8) Ĕнтĕ Авия канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна Давид хулинче пытарнă. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ Аса ларнă.
(9) Иеровоам, Израиль патши, çирĕммĕш çул патшара ларнă чухне Аса иудейсен патши пулса тăнă та
(10) Иерусалимра хĕрĕх пĕр çул патшара ларнă; унăн амăшĕ, Авессалом хĕрĕ, Ана ятлă пулнă. пАса, хăйĕн ашшĕ Давид пекех, Турра юрăхлă ĕçсем тунă.
(12) Вăл аскăнчăксене хăй çĕрĕнчен хăваласа янă, ашшĕсем тунă йĕрĕхсене пăрахăçланă,
(13) Астарта кĕлеткине тунăшăн хăйĕн амăшне Анана та патша амăшĕн тивĕçĕсĕр хăварнă. Аса çав кĕлеткене касса вакланă та Кедрон юхăмĕ патĕнче çунтарса янă.
(14) Тÿпем вырăнсене вара пĕтермен, çавах Аса мĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех Çÿлхуçана чĕререн парăнса пурăннă.
(15) Çÿлхуçа Çуртне вăл ашшĕ халалланă япаласемпе хăй халалланă япаласем — ылтăнкĕмĕл, савăтсапа — хывнă.
(16) Асапа Израиль патши Вааса хушшинче хăйсен ĕмĕрĕ тăршшĕпех вăрçă пынă.
(17) Çапла Израиль патши Вааса Иудейăна хирĕç тапранса тухнă та, Иудея патши Аса патĕнчен никам та ан каяйтăр, ун патне никам та ан килейтĕр тесе, Рама хулине тума тытăннă.
(18) Аса патша Çÿлхуçа Çурчĕн мул управăшĕнче тата патша керменĕн мул управăшĕнче юлнă пĕтĕм ылтăнкĕмĕле илнĕ те çакна хăйĕн тарçисен аллине панă, вара вĕсене Да маскра пурăнакан Сири патши Венадад патне — Хезион ывăлĕн Тавримонăн ывăлĕ патне — янă, ăна çапла калама хушнă:
(19) ман аттемпе сан аçу килĕштерсе пурăннă пек, санпа ман хушшăмăрта та килĕшÿ пултăр; акă эпĕ сана парне, ылтăнпа кĕмĕл, ярса паратăп; Израиль патшипе Ваасапа тунă килĕшĕве пăрахăçла, çапла вăл манран хăптăр, тенĕ.
(20) Венадад ĕнтĕ Аса патшана итленĕ, хăйĕн çарпуçĕсене Израиль хулисене хирĕç кăларса янă: Аин, Дан, АвелБефМааха хулисене, пĕтĕм Киннерофа, пĕтĕм Неффалим çĕрне çĕмĕрсе тухнă.
(21) Çавăн çинчен илтсессĕн, Вааса ĕнтĕ Рама хулине тума чарăннă та Фирца хулине таврăннă.
(22) Аса патша вара иудейсене пĕр çын юлмиччен чĕнсе пуçтарнă та, лешĕсем Вааса çуртйĕр лартма хатĕрленĕ чулпа йывăçа Рамăран илсе тухнă. Çакăнтан Аса патша Вениамин çĕрĕнчи Гива хулипе Мицпа хулине туса лартнă.
(23) Асан ытти ĕçĕсем çинчен, паттăрла ĕçĕсем çинчен, вăл мĕнмĕн туни çинчен, вăл лартнă хуласем çинчен Иудея патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă, çав кĕнекере вăл ватлăхĕнче ури ыратнипе асапланни çинчен çеç асăнман.
(24) Ĕнтĕ Аса канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна хăйĕн ашшĕн Давидăн хулинче пытарнă. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ Иосафат ларнă.
(25) Иеровоам ывăлĕ Нават вара Аса Иудея патшалăхне тытса тăра пуçланăранпа иккĕмĕш çулхине Израиль патшине ларнă, Израиле икĕ çул тытса тăнă.
(26) Вăл Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр ĕçсем тунă, хăйĕн çылăхĕсемпе Израиле çылăха кĕртнĕ ашшĕн çылăхлă çулĕпе кайнă.
(27) Ăна хирĕç Иссахар йăхĕнчен тухнă Ахия ывăлĕ Вааса кавар тунă, вара Филисти çĕрĕнчи Гавафон хули патĕнче, Наватпа пĕтĕм Израиль халăхĕ Гавафона хупăрласа тăнă чухне, Вааса Навата вĕлернĕ.
(28) Вааса ăна Аса виççĕмĕш çул Иудея патшинче ларнă чухне вĕлернĕ, Нават вырăнне патшана хăй ларнă.
(29) Патшана ларсассăн, Вааса Иеровоам килне пĕтĕмпе çĕмĕрсе тăкнă, ăна тĕппипех пĕтернĕ, Иеровоам ăрăвĕнче пĕр чĕрĕ чун та хăварман. Çакă пĕтĕмпе Çÿлхуçа сăмахĕ тăрăх — Вăл Хăйĕн чурине Силом çыннине Ахияна каланă сăмахĕ тăрăх — пулнă,
(30) Иеровоам çылăхĕсемшĕн тата вăл хăйĕн çылăхĕсемпе Израиле çылăха кĕртнĕшĕн, Израилĕн Туррине çиллентерсе кÿрентернĕшĕн пулнă.
(31) Наватăн ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине Израиль патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.
(32) Асапа Израиль патши Вааса хушшинче хăйсен ĕмĕрĕ тăршшĕпех вăрçă пынă.
(33) Иудея патши Аса виççĕмĕш çул патшара ларнă чухне Вааса, Ахия ывăлĕ, Фирца хулинче пĕтĕм Израилĕн патши пулса тăнă, патшалăха вăл çирĕм тăватă çул тытса тăнă.
(34) Вааса Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр ĕçсем тунă, Израиле çылăха кĕртнĕ Иеровоамăн çылăхлă çулĕпе çÿренĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
16
(1) Вааса çинчен Иуя, Ананий ывăлне, Çÿлхуçаран сăмах пулнă:
(2) Эпĕ сана, тăпратусан ăшĕнчен çĕклесе, Израиль халăхăмăн çулпуçĕ туса лартрăм, эсĕ пур — Иеровоам çулĕпе кайрăн, Израиль халăхăм Мана хăйĕн çылăхĕсемпе çиллентерсе тăтăр тесе, ăна çылăха кĕртрĕн, Зçавăнпа Эпĕ Вааса килне, ун йăхĕн килне те пăрахăçа кăларатăп; Нават ывăлĕн Иеровоамăн килне мĕн кăтартнă, санăн килне те çавнах кăтартăп;
(4) Вааса кил-йышĕнчен хулара вилнисене йытăсем çисе ярĕç; хирте вилнисене вĕçен кайăксем сăхасăха пĕтерĕç, тенĕ.
(5) Ваасан ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине, унăн паттăрла ĕçĕсене те Израиль патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.
(6) Ĕнтĕ Вааса канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна Фирца хулинче пытарнă. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ Ила ларнă.
(7) Анчах Вааса çинчен, унăн килĕ çинчен, Çÿлхуçа умĕнче тунă унăн мĕнпур усал ĕçĕ çинчен Çÿлхуçа Хăйĕн сăмахне Ананий ывăлĕ Иуй урлă каланă пулнă ĕнтĕ,— Иеровоам пек пулма тăрăшса, Вааса хăй ĕçĕсемпе Турра çиллентерсе тăнă, çавăншăн пĕтнĕ те вăл.
(8) Иудея патши Аса патшалăха тытса тăра пуçланăранпа çирĕм улттăмĕш çулхине Ила, Вааса ывăлĕ, Фирца хулинче Израиль патши пулса тăнă, патшара икĕ çул хушши ларнă.
(9) Ăна хирĕç хăйĕн тарçи, урапаллă çара — çур çара — ертсе пыракан Замврий, кавар тунă. Ила Фирцăра кермен пуçлăхĕ Арса çуртĕнче ĕçсе ÿсĕрĕлсессĕн,
(10) Замврий кĕнĕ те ун патне вĕлернĕ ăна, ун вырăнне хăй патшана ларнă; çакă вăл Аса Иудея патшалăхне тытса тăра пуçланăранпа çирĕм çиччĕмĕш çулхине пулнă. иПатша пулса тăрса Илан аслă пуканĕ çине ларсассăн, Замврий ĕнтĕ Ваасан пĕтĕм килне пĕр тăванĕ, пĕр тусĕ, пĕр арçын юлмиччен пĕтерсе тăкнă.
(12) Замврий ĕнтĕ Ваасан пĕтĕм килне Çÿлхуçа сăмахĕ тăрăх — Вааса çинчен Иуй пророк урлă каланă сăмахĕ тăрăх — пĕтерсе тăкнă;
(13) çакă вăл Ваасан мĕнпур çылăхĕшĕн, ун ывăлĕ Ила çылăхĕсемшĕн çапла пулнă: çав çылăхсене вĕсем хăйсем те тунă, Израиле те çылăха кĕртнĕ, хăйсен йĕрĕхĕсене туса Израилĕн Çÿлхуçа Туррине çиллентернĕ.
(14) Ила патшан ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине Израиль патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.
(15) Иудея патши Аса патшалăха тытса тăра пуçланăранпа çирĕм çиччĕмĕш çулхине Замврий вара Фирца хулинче çичĕ кун хушши патшара ларнă, шăпах çак вăхăтра халăх Филисти çĕрĕнчи Гавафон хулине хупăрласа тăнă пулнă.
(16) Гавафона хупăрласа илнĕ халăх Замврий кавар туса патшана вĕлерни çинчен илтсессĕн, Израиль çыннисем çав кунах хăйсен та пăрĕнче Амврий çарпуçа Израиль патшине лартнă.
(17) Вара Амврийпе Израиль çыннисем, ‘Гавафон патĕнчен чакса кайса, Фирца хулине çавăрса илнĕ.
(18) Замврий, хулана туртса илнине курсассăн, патша керменĕн шалти пÿлĕмне кĕнĕ те хăй хыççăн çурта вут тивертнĕ, пушарта хăй те пĕтнĕ,
(19) хăй çылăхĕсемшĕн, Израиле çылăха кĕртнĕ çылăхлă Иеровоам çулĕпе кайнăшăн, çапла Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр ĕçсем туса çылăха кĕрсе пĕтнĕшĕн вилнĕ те вăл.
(20) Замврийĕн ытти ĕçĕсене, вăл тунă кавара Израиль патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.
(21) Çавăн чухне Израиль халăхĕ икке пайланнă: пĕр пайĕ Фамния, Гонаф ывăлне, патшана лартасшăн пулнă, тепĕр пайĕ Амврий майлă пулнă.
(22) Амврий майлă пулнă халăх Гонаф ывăлĕ Фамний майлă пулнă халăха çĕнтернĕ; Фамний вилнĕ, патшана Амврий ларнă.
(23) Иудея патшалăхне Аса тытса тăра пуçланăранпа вăтăр пĕрмĕш çулхине Амврий Израиль патшине ларнă, патшалăха вуникĕ çул тытса тăнă. Фирцăра вăл ултă çул патшара ларнă.
(24) Амврий ĕнтĕ Семир ятлă пĕр çынран икĕ талант кĕмĕл тÿлесе Семерон сăртне туяннă, унта çуртйĕр лартса çавăрнă; çапла туса лартнă хулана вара, сăртту хуçи Семир ячĕпе, Самари тесе ят панă.
(25) Амврий Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр ĕçсем тунă, хăй умĕнхи патшасенчен пуринчен те юрăхсăртарах пулнă.
(26) Вăл пур тĕлĕшпе те Нават ывăлĕ Иеровоам çулĕпе çÿренĕ, ун çылăхĕсенех туса пурăннă; Иеровоам пекех, хăйсен йĕрĕхĕсене туса, Израилĕн Çÿлхуçа Туррине çиллентернĕ, Израиле те çылăха кĕртнĕ.
(27) Амврий тунă ытти ĕçсене, вăл кăтартнă паттăрлăха та Израиль патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.
(28) Ентĕ Амврий канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна Самарире пытарнă. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ Ахав ларнă.
(29) Ахав, Амврий ывăлĕ, Израиль патшине ларнă чухне Иудея патши Аса шăпах вăтăр саккăрмĕш çул патшара ларнă; вăл Самари хулинче Израиль патшалăхне çирĕм икĕ çул тытса тăнă.
(30) Ахав, Амврий ывăлĕ, Çÿлхуçа умĕнче усал ĕçсем тунă, вăл хăй умĕнхи патшасенчен пуринчен те юрăхсăртарах пулнă.
(31) Нават ывăлĕ Иеровоам пек пурăнни, унăн çылăхĕсене туса тăни сахал пулнăха уншăн, вăл тата Иезавеле — Сидон патшийĕн Ефваалăн хĕрне — качча илнĕ, вара Ваала ĕçлесе тăма, ăна пуççапма тытăннă;
(32) Вăл Самари хулинче Ваал кĕлеткин çуртне тутарнă, унта Ваала чÿк вырăнĕ лартса панă.
(33) Ахав ĕнтĕ Астарта юпине те лартнă, вăл Израилĕн Çÿлхуçа Туррине çиллентермелли ĕçсем хăй умĕнхи Израиль патшисенчен пуринчен те ытларах тунă, [çапла хăйĕн пуçне çинĕ].
(34) Ахав патшара ларнă вăхăтра Вефиль çынни Ахиил вара Иерихон хулине юсаса лартнă: хула никĕсĕ ун малтанхи ывăлĕ Авирам пуçне пулнă, хула хапхи кĕçĕн ывăлĕ Сегуб пуçне пулнă, çакă Çÿлхуçа сăмахĕ тăрăх — Нав ывăлĕ Иисус урлă каланă сăмахĕ тăрăх — пулнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
17
(1) Галаад çĕрĕнчи Фесва çынни Илия [пророк] Ахава каланă: Израилĕн Çÿлхуçа Турри чĕрĕ! эпĕ Ун умĕнче тăратăп; çак çулсенче сывлăм та ÿкмĕ, çумăр та пулмĕ, пулсассăн та — эпĕ каласассăн çеç пулĕ, тенĕ.
(2) Илияна Турăран сăмах пулнă:
(3) кунтан кай, тухăçалла çул тыт та Иорданпа тĕлметĕл Хораф юхăмĕ хĕррине çитсе пытан;
(4) ĕçмине эсĕ çав шывран ĕçĕн; çиме тесессĕн, Эпĕ унта çăхансене сана тăрантарса тăма хушрăм, тенĕ.
(5) Илия вара кайнă та Çÿлхуçа хушнă пек тунă: Иорданпа тĕлметĕл Хораф юхăмĕ хĕррине çитсе чарăннă.
(6) Çăхансем ăна ирĕнкаçăн çăкăрпа аш кÿрсе тăнă, шывне вăл юхăм шывран ĕçнĕ.
(7) Кăштахран, çĕр çине çумăр çуманнипе, çав юхăм типсех ларнă.
(8) Вара Илияна Çÿлхуçаран сăмах пулнă:
(9) эсĕ Сидон çĕрĕнчи Сарепта хули не кай, унтах юл: Эпĕ унта пĕр тăлăх арăма сана тăрантарса усрама хушрăм, тенĕ.
(10) Илия вара Сарептăна кайнă; хула хапхи патне çитсессĕн акă хайхи — пĕр тăлăх арăм унта вутă пуçтарса çÿрет. Илия ăна чĕнсе илнĕ те каланă: мана ĕçтермешкĕн кăкшăмупа кăштах шыв илсе тухсамччĕ, тенĕ. пХĕрарăм мĕн ыйтнине илме кайнă; Илия ун хыççăн кăшкăрса: пĕр чĕлĕ çăкăр та илсемччĕ! тенĕ.
(12) Лешĕ каланă: Çÿлхуçа Турру чĕрĕ! манăн пĕçерсе хуни нимĕн те çук, чĕресре те пĕр ывăç çăнăх çеç, тата чÿлмекре пăртакçă çу пур; акă пĕрикĕ пуленкке вутă пуçтарса кайăп та ывăлăмпа иксĕмĕр валли çав мĕн пурринчен пĕçерсе хатĕрлĕп; çисе ярăпăр та ăна, вара выçă вилмелли анчах юлать, тенĕ.
(13) Илия ăна каланă: ан шиклен, кай та ху мĕн каланине ту; анчах чи малтан пысăках мар тутлă чуста пашалăвĕ пĕçер те мана килсе пар; ывăлупа иксĕр валли кайран хатĕрлĕн,
(14) мĕншĕн тесессĕн Израилĕн Çÿлхуçа Турри çапла калать: Çÿлхуçа çĕр çине çумăр ярас кунчченех чĕресре çăнăх иксĕлмĕ, чÿлмекре çу чакмĕ, тет, тенĕ.
(15) Хĕрарăм кайнă та Илия каланă пек тунă; вара вăл хăй те, Илия та, тăлăх арăмăн килĕ те темĕн вăхăт хушши апатран татăлмасăр пурăннă.
(16) Çÿлхуçа Илияна каланă пек, чĕресре çăнăх иксĕлмен, чÿлмекре çу чакман.
(17) Çавăнтан каярахпа çак кил хуçи хĕрарăмĕн ывăлĕ чирлесе ÿкнĕ; чирĕ çав тери йывăр пулнăран ачан сывлăшĕ те пĕтсе çитнĕ.
(18) Хĕрарăм Илияна каланă: эй Турă çынни, эпĕ сана мĕн тунă? Эсĕ ман патăма çылăхăмсене астутарма, ывăлсăр тăратса хăварма килтĕни? тенĕ.
(19) Илия ăна: парха мана ывăлна, тенĕ. Ачана, амăшĕн аллинчен илсе, вăл ăна хăй пурăнакан çÿлти пÿлĕме йăтса кĕрсе вырăн çине хунă,
(20) вара Çÿлхуçана тархасласа каланă: эй Çÿлхуçа Туррăм! Эсĕ эпĕ пурăнакан кил хуçине, тăлăх арăма, ывăлне вĕлерсе усал тăвăни? тенĕ.
(21) Вăл, ача тĕлĕнче пĕшкĕнсе, виçĕ хутчен ун çум не пĕтĕм тăлпăвĕпе чăмăртаннă, каллех Çÿлхуçана тархасланă: эй Çÿлхуçа Туррăм! çак ачан чунĕ каялла таврăнтăрччĕ! тенĕ.
(22) Çÿлхуçа Илия сассине илтнĕ, вара çав ачан чунĕ каялла таврăннă та, ача чĕрĕлнĕ.
(23) Илия ачана, çÿлти пÿлĕмрен аяла илсе анса, амăшне панă: курсам, чĕрĕ сан ывăлу, тенĕ.
(24) Вара çав хĕрарăм Илияна каланă: эсĕ Турă çынни иккенне, сан чĕлхÿçăварунтан тухакан Çÿлхуçа сăмахĕ чăн пулнине пĕлтĕм ĕнтĕ, тенĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
18
(1) Чылай вăхăтран, çумăр пулманни виçĕ çула çитсессĕн, Илияна Çÿлхуçаран сăмах пулнă: кайса курăн Ахава, вара Эпĕ çĕр çине çумăр ярăп, тенĕ.
(2) Илия вара Ахав патне тухса кайнă. Самари çĕрĕнче хăрушă выçлăх тăнă.
(3) Çавăн чухне Ахав хăй керменĕн пуçлăхне Авдие чĕнсе илнĕ. Авдий Турăран питех те хăраса пурăнакан çын пулнă,
(4) Иезавель Çÿлхуçа пророкĕсене пĕтернĕ чухне вăл çĕр пророка пытарса хăварнă, вĕсене аллăшарăналлăшарăн çĕр хăвăлĕнче пытарса усранă, вĕсене шывпа çăкăр парса тăнă.
(5) Ахав Авдие каланă: çĕрĕмĕр тăрăх кайса пур çăлкуçпа пур юхăм шыва та пăхса тухха, лашасемпе мулсене çитермелĕх ăçта та пулин курăк тупаймăпăри, выльăхсăр тăрса юлас марччĕ, тенĕ.
(6) Вара вĕсем пăхса çаврăнма çĕре хăйсем хушшинче палăртса уйăрнă та, Ахав уйрăммăн пĕр çулпа, Авдий уйрăммăн тепĕр çулпа тухса кайнă.
(7) Авдий çулпа пынă чухне акă ăна хирĕç Илия килет. Авдий ăна палласа илсе çĕре ÿксе пуççапнă та каланă: эсĕи ку, Илия хуçамăм? тенĕ.
(8) Илия ăна каланă: эпĕ; кай та — хăвăн хуçуна: «Илия кунта» тесе пĕлтер, тенĕ.
(9) Авдий каланă: хăвăн чуруна çапла вĕлермешкĕн, Ахав аллине памаллах мĕн туса айăпа кĕтĕмши эпĕ? тенĕ.
(10) Санăн Çÿлхуçа Турру чĕрĕ! ман патшамăм сана шыраттарма яман пĕр патшалăхпа пĕр халăх та юлман; ăна сан пирки «çук вăл» тесессĕн, вăл çав патшалăхпа халăха «ăна шыраса тупаймарă мăр» тесе тупа тутарать; “халĕ эсĕ: «кай та — хăвăн хуçуна: Илия кунта тесе кала» тетĕн.
(12) Эпĕ Ахава хыпар тăвăп, анчах Турă Сывлăшĕ сана таçта илсе каятьха; вăл кунта килĕ те сана тупаймĕ, ĕнтĕ вĕлерет вăл мана; эпĕ вара, санăн чуру, мĕн кĕçĕнрен Турăран хăраса пурăнакан çын.
(13) Хуçамăм, Иезавель Турă пророкĕсене вĕлернĕ чухне эпĕ мĕн туни çинчен илтменим эсĕ? эпĕ Турă пророкĕсене, çĕр çынна, аллăшарăналлăшарăн, çĕр хăвăлĕнче пытарса усрани çинчен, вĕсене шывпа çăкăр парса тăни çинчен каламаним сана?
(14) Эсĕ вара халĕ: «кай та — хăвăн хуçуна: Илия кунта тесе кала» тетĕн; вĕлерет вăл мана! тенĕ Авдий.
(15) Илия каланă: Саваоф Çÿлхуçа чĕрĕ! эпĕ Ун умĕнче тăратăп! паян эпĕ Ахава курăнăп, тенĕ.
(16) Авдий вара Ахава хирĕç кайнă, Ахава хыпар тунă. Ахав ĕнтĕ Илияна хирĕç кайнă.
(17) Илияна курсассăн, вăл: Израиле пăлхатакан, эсĕи ку? тенĕ.
(18) Илия каланă: эпĕ мар пăлхататăп Израиле, пăлхатаканĕсем — эсĕ те сан аçу йăхĕ: эсир Çÿлхуçа хушнă йĕркесене вырăна хумарăр, эсир Ваал хыççăн каятăр;
(19) ĕнтĕ ман патăма Кармил тăвĕ çине пĕтĕм Израиле пуçтарса яр, тата Иезавель ĕçмиçимипе пурăнакан пророксене — Ваалăн тăватçĕр аллă пророкĕпе Астартăн тăватçĕр пророкне — пуçтарса яр, тенĕ.
(20) Ахав пĕтĕм Израиль ывăлне чĕнтернĕ, мĕнпур пророка Кармил тăвĕ çине пуçтарнă.
(21) Илия халăх умне тăнă та каланă: эсир хăçанччен икĕ урапа та уксахласа çÿрĕрши? Эхер те Çÿлхуçа чăн Турă пулсассăн, Ун çулĕпе çÿрĕр; эхер те Ваал пулсассăн, ун çулĕпе çÿрĕр, тенĕ. Халăх ăна хирĕç пĕр сăмах та чĕнмен.
(22) Илия халăха тата каланă: Çÿлхуçа пророкĕ пĕр эпĕ анчах юлтăм, Ваал пророкĕсем вара тăватçĕр аллă çын [тата Астарта пророкĕсем тăватçĕрĕн];
(23) ĕнтĕ пире икĕ пăру паччăр, пĕр пăрăвне вĕсем суйласа илччĕр, ăна пусчăр та вутă çине хуччăр, анчах вутне ан тивертчĕр; эпĕ вара тепĕр пăрăвне тирпейлесе вутă çине хурăп, эпĕ те вут тивертмĕп;
(24) эсир хăвăр туррăра кĕлтăвăр, эпĕ хамăн Çÿлхуçа Туррăма кĕлтăвăп. Вутçулăм ярса хуравлакан Турă чăн Турă пулĕ, тенĕ. Пĕтĕм халăх ăна хирĕç: юрĕ, [çапла пултăр], тенĕ.
(25) Илия ĕнтĕ Ваал пророкĕсене каланă: эсир нумаййăн, çавăнпа пĕр пăрăвне суйласа илĕр те малтан эсир хатĕрлĕр; турра кĕлтăвăр, анчах вут ан тивертĕр, тенĕ.
(26) Лешĕсем вара хăйсене панă пăрăва илнĕ те пусса тирпейленĕ, унтан вĕсем иртен пуçласа мĕн кăнтăрлаччен кăшкăракăшкăра Ваала чĕннĕ: Ваал, илтсем пире! тесе хăйсем тунă чÿк вырăнĕ тавра сиксе çÿренĕ. Анчах хирĕç пĕр сасхура та пулман.
(27) Кăнтăр тĕлĕнче Илия вĕсенчен кулма пуçланă: хытăрах кăшкăрăр, вăл турăçке; тен, вăл шухăша кайнă пулĕ е пушă мар пулĕ, е çул çинче вăл, тен, çывăрать пулĕ, вăранать акă! тенĕ.
(28) Лешĕсем вара тата хытăрах кăшкăрма тытăннă, хăйсен йăлипе, хăйсене çĕçĕпе, сăнăпа чикечике амантнă, ĕнтĕ вĕсем тăрăх юн шапăртатнă.
(29) Кăнтăр тĕлĕ иртнĕ, вĕсем пур — çаплахха, каçхи парне кÿрес вăхăт çитичченех, урса кайса кăшкăрашнă; анчах нимĕнле сасă та пулман, нимĕн те илтĕнмен. [Фесва çынни Илия вара Ваал пророкĕсене çапла каланă: ĕнтĕ пăрăнăр, эпĕ те хамăн парнеме кÿрем, тенĕ. Лешĕсем айккинелле пăрăнса шăпăрт пулса тăнă.]
(30) Вара Илия пĕтĕм халăха: ман патăма килĕр, тенĕ. Пĕтĕм халăх ун патне пырса тăнă. Илия Çÿлхуçанăн ишĕлнĕ парне вырăнне тÿрлетсе лартнă.
(31) Унтан вăл Çÿлхуçа «санăн яту Израиль пулĕ» тенĕ Иаков ывăлĕсен йăхĕ шучĕпе вуникĕ чул илнĕ.
(32) Çав чулсенчен вăл Çÿлхуçа ячĕпе парне вырăнĕ туса лартнă, ун йĕритавра икĕ сата тĕштырă шăнăçмалăх ур алтса çаврăннă,
(33) вара [парне вырăнĕ çине] вутă купаланă, пуснă пăрăвне касакаса вутă çине хунă та
(34) каланă: тăватă витре шыв тултарăр та пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парнепе вутă çине сапăр, тенĕ. [Çавăн пек тунă та.] Унтан: тепĕр хут сапăр, тенĕ. Лешĕсем тепĕр хут сапнă. Тата каланă: виççĕмĕш хут та çаплах тăвăр, тенĕ. Çапла виççĕмĕш хут сапнă;
(35) шыв парне вырăнĕ тавралла юхса кайнă, ур шывпа тулса ларнă.
(36) Каçхи парне кÿме вăхăт çитсессĕн, Илия пророк [çÿлелле пăхса тархасласа] каланă: эй Çÿлхуçа, Авраампа Исаак Турри, Израиль Турри! [Илтсемччĕ мана, Çÿлхуçамăм, халĕ мана вутçулăм витĕр хуравласамччĕ! Çак çынсем] пĕлччĕр ĕнтĕ çакă кун: Израильре пĕр Эсĕ — Турă; эпĕ, Санăн чуру, пĕтĕм ĕçĕме Сан сăмаху тăрăх турăм.
(37) Илтсемччĕ мана, Çÿлхуçамăм, илтсемччĕ мана! Эй Турăçăм, çак халăх Эсĕ чăн Турă иккенне, Эсĕ вĕсен чĕрине [Ху енне] çавăрассине пĕлтĕр, тенĕ.
(38) Çавăн хыççăнах тÿперен Çÿлхуçа вутçулăмĕ аннă та парнене те, вутта та, чулсене те, тăпрана та çунтарса янă, урти шыва та типĕтсе янă.
(39) Çакна курсассăн пĕтĕм халăх çĕре ÿксе пуççапнă та каланă: Турă — Çÿлхуçа вăл, Турă — Çÿлхуçа вăл! тенĕ.
(40) Илия халăха каланă: тытăр Ваал пророкĕсене, пĕри те тарса ан пытанайтăр! тенĕ. Ярса тытнă пророксене, Илия вĕсене Киссон юхăмĕ патне илсе пынă та пурне те чикечике пăрахнă.
(41) Ахава вара Илия çапла каланă: кай, ĕç те çи: ĕнтĕ çумăр шавĕ илтĕнет, тенĕ.
(42) Ахав ĕçсе çиме кайнă, Илия вара Кармил тăррине улăхнă та чĕркуçленсе, пуçне чĕркуççине перĕнмелле пĕксе ларнă,
(43) унтан хăйпе çÿрекен тарçине, çамрăк ачана, каланă: пырха, тинĕс еннелле кайса пăхха, тенĕ. Лешĕ кайса пăхса килнĕ те: нимĕн те çук, тенĕ. Илия каланă: çичĕ хутчен çапла ту, тенĕ.
(44) Çиччĕмĕш хутĕнче ача каланă: акă тинĕс енчен пысăках мар, этем алă тупанĕ пысăкăш, пĕлĕт хăпарать, тенĕ. Илия каланă: Ахава кайса кала: «çумăр айне пулас мар тесен, [урапуна] кÿл те ларса кай» те, тенĕ.
(45) Акă çумăр пĕлĕчĕсемпе çил тухнăран тавралăх тĕксĕмленсе килнĕ, вăйлă çумăр çума пуçланă. Ахав ĕнтĕ урапи çине хăпарса ларнă, [йĕрсе янă] та Изреель хулине тухса кайнă.
(46) Илия çинче Çÿлхуçа хăвачĕ пулнă. Вăл тумтирне пилĕкĕ тавра çавăрса çыхнă та Ахав умĕнчен мĕн Изрееле çитиччен чупса пынă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
19
(1) Илия мĕн тунине, вăл мĕнпур пророка хĕçпе чиксе пăрахнине те, Ахав пĕтĕмпех Иезавеле каласа панă.
(2) Иезавель ĕнтĕ Илия патне ятарласа çын янă, ăна çапла калама хушнă: [эхер те эсĕ Илия пулсан, эпĕ вара Иезавель пулсан,] эхер те эпĕ ыран çак вăхăт тĕлне, эсĕ ман пророксен чунне илнĕ пек, сан чунна илейместĕп пулсан, туррăмсем мана çавнаçавна туччăр, унтан ытларах та туччăр, тенĕ.
(3) Çакна илтсессĕн, Илия, пурăнăçне çăлас тесе, Изреельтен тухса кайнă, Иудея çĕрĕнчи Вирсавия хулине çитнĕ, хăйĕн тарçине, çамрăк ачана, çавăнта хăварнă.
(4) Хăй вара кунĕпех пушхирпе утнă та пĕр уртăш тĕмĕ айне пырса ларнă; вăл хăй валли вилĕм ыйтса çапла каланă: эй Туррăмçăм, çитрĕ пулĕ, илсемччĕ ман чунăма: эпĕ аттемсенчен мала мар, тенĕ.
(5) Унтан выртнă та уртăш тĕмĕ айĕнче çывăрса кайнă. Акă Ангел пырса сĕртĕннĕ ăна, каланă: тăр, çи [те ĕç], тенĕ.
(6) Илия куçне уçса пăхнă та — курăсăн, ун пуçĕ вĕçĕнче пашалу выртать, пĕр кăкшăм шыв ларать. Вăл ĕçнĕçинĕ, унтан каллех çывăрса кайнă.
(7) Çÿлхуçа Ангелĕ иккĕмĕш хут пынă, ăна сĕртĕнсе каланă: тăр, çи [те ĕç]: инçе çул выртать сан умăнта, тенĕ.
(8) Илия тăнă, ĕçнĕçинĕ, унтан, çав апатпа вăй илсе, хĕрĕх кун та хĕрĕх каç Турă тăвĕ патне — Хорив патне — çитиччен утнă.
(9) Унта вăл ту хăвăлне кĕрсе çĕр каçнă. Акă ĕнтĕ ăна Çÿлхуçаран сăмах пулнă, Çÿлхуçа ăна: мĕншĕн кунта эсĕ, Илия? тенĕ.
(10) Илия каланă: эпĕ Саваоф Çÿлхуçа Турăшăн тăрăшрăм; Израиль ывăлĕсем Санăн халална пăрахрĕç, Санăн парне вырăнĕсене ишеише тăкрĕç, Санăн пророкусене хĕçпе касакаса тухрĕç; пĕр эпĕ юлтăм, анчах ман чунăма та пĕтересшĕн, тенĕ. иТурă каланă: тух та ту çине Çÿлхуçа умне тăр; акă Çÿлхуçа иртсе кайĕ, Çÿлхуçа умĕнчен тусене кисретекен, ту чакăлĕсене аркатакан вирлĕ те вăйлă çил пырĕ, анчах Çÿлхуçа — çилре мар; çил хыççăн çĕр чĕтренĕ, анчах Çÿлхуçа — çĕр чĕтренинче мар;
(12) çĕр чĕтренĕ хыççăн вутçулăм тухĕ, анчах Çÿлхуçа — вутçулăмра мар; вутçулăм сÿнсессĕн, лăпкă çил вĕрĕ, [Турă — çавăнта], тенĕ.
(13) Çакна илтсессĕн, Илия питне юпăнчипе хупланă та ту хăвăлĕ умне тухса тăнă. Кĕçех сасă илтĕннĕ, каланă ăна: мĕншĕн кунта эсĕ, Илия? тенĕ.
(14) Илия каланă: эпĕ Саваоф Çÿлхуçа Турăшăн тăрăшрăм: Израиль ывăлĕсем Санăн халална пăрахрĕç, Санăн парне вырăнĕсене ишеише тăкрĕç, Санăн пророкусене хĕçпе касакаса тухрĕç; пĕр эпĕ юлтăм, анчах ман чунăма та пĕтересшĕн, тенĕ.
(15) Вара Турă ăна каланă: килнĕ çулупа пушхир урлă каялла кайса Дамаска çит; унта Азаила Сири патши пулма çу сĕр,
(16) Ииуя, Намесси ывăлне, Израиль патши пулма çу сĕр; Елисее — Сафат ывăлне, АвелМехола çыннине — ху вырăнна пророк пулма çу сĕр;
(17) Азаил хĕçĕнчен тарса хăтăлнине Ииуй вĕлерĕ, Ииуй хĕçĕнчен тарса хăтăлнине Елисей вĕлерĕ.
(18) Çапах та Эпĕ Израильсем хушшинче çичĕ пин [ар] хăвартăм; вĕсем пĕри те Ваала пуççапман, вĕсем пĕри те ăна чуптуман, тенĕ.
(19) Илия ĕнтĕ Хорив патĕнчен кайнă та Елисее, Сафат ывăлне, суха тунă çĕрте шыраса тупнă; Елисейĕн вуникĕ акр çĕр пулнă, вăл шăпах вуниккĕмĕш акрне сухаланă. Илия, айккинчен иртсе пыруçăн, ун çине хăйĕн юпăнчине ывăтнă.
(20) Вăкăрĕсене пăрахса хăварса, [Елисей] Илия хыçĕнчен чупнă, хуса çитсе кала нă: ирĕк парсамччĕ мана аттеманнемпе сывпуллашса килме, вара сан хыçăнтан пырăп, тенĕ. Илия каланă ăна: кай та каялла таврăн, эпĕ сана чарса тăмастăп, тенĕ.
(21) Елисей кайнă та икĕ вăкăрне пуснă, унтан ака пуçне çунтарса аш ăшаланă та ăна çынсене валеçсе панă, лешĕсем çинĕ ĕнтĕ. Хăй вăл Илия хыçĕнчен кайнă, ăна пăхăнса ĕçлесе тăра пуçланă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
20
(1) Сири патши Венадад хăйĕн пĕтĕм çарне пуçтарнă, унпа пĕрле тата вăтăр икĕ патша, утлă çарпа урапаллă çар пулнă, çапла Самарие çавăрса илнĕ те вăрçă вăрçа пуçланă.
(2) Венадад ĕнтĕ Израиль патши Ахав патне хулана элчĕсем янă,
(3) Зăна çапла калама хушнă: Венадад çапла калать: санăн ылтăнупа кĕмĕлÿ — манăн, арăмусем те, чи лайăх ывăлусем те — манăн, тенĕ.
(4) Израиль патши ăна хуравласа каланă: эсĕ каланă пек пултăр, патша хуçамăм: эпĕ хам та, манăн мĕн пурри те йăлтах — санăн, тенĕ.
(5) Каллех элчĕсем килнĕ, каланă: Венадад çапла калать: эпĕ сан патна: «хăвăн ылтăнкĕмĕлне, хăвăн арăмусемпе ывăлусене мана пар» тесе калама янăччĕ;
(6) çавăнпа эпĕ ыран, çак вăхăта, сан патна хамăн чурасене яратăп, вĕсем санăн килçуртна та, сана пăхăнса тăракансен килĕсене те пăхса çаврăнччăр, эсĕ вĕсене хăвăн пĕтĕм хаклă мулна пар та вĕсем ăна ман патăма илсе килччĕр, тет, тенĕ.
(7) Израиль патши ĕнтĕ мĕнпур аслă çыннине чĕнсе пухнă та каланă: курăрха эсир, асăрхăр, вăл усал тăвас шухăшлă; вăл ман арăмсене, ман ывăлăмсене, ман ылтăнкĕмĕле ыйтса ярсассăн, эпĕ хирĕç пулмарăм, тенĕ.
(8) Пĕтĕм аслă çын, пĕтĕм халăх каланă ăна: ан итле, ан килĕш, тенĕ.
(9) Ахав вара Венадад элчисене каланă: патша хуçамăма çапла калăр: эсĕ манран, хăвăн чурунтан, малтанхи хутĕнче мĕн ыйтнине эпĕ пĕтĕмпех тума хатĕр, куна вара тума пултараймастăп, тенĕ. Элчĕсем ĕнтĕ хăйсен патши патне çак хуравпа таврăннă.
(10) Венадад татах Ахав патне калама янă: Самари тăпритусанĕ ман хыçăмран пыракан çынсене пурне те пĕрер ывăç тивес пулсассăн, туррăмсем мана çавнаçавна кăтартчăр, унтан ытларах та кăтартчăр, тенĕ. пИзраиль патши çапла хуравланă: калăр, пилĕкне çыхакан пилĕкне салтакан пек ан мухтантăр, тейĕр, тенĕ.
(12) Патшасемпе пĕрле чатăрта ĕçсе ларнă Венадад, çак сăмахсене илтсессĕн, хăйĕн чурисене каланă: хупăрласа илĕр хулана, тенĕ. Вĕсем вара хулана хупăрласа илнĕ.
(13) Акă ĕнтĕ Израиль патши Ахав патне пĕр пророк пырса тăнă та каланă: Çÿлхуçа çапла калать: çак пысăк эшкере куратăни? Паян Эпĕ ăна сан аллуна парăп, çапла санăн Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлмелле пултăр, тет, тенĕ.
(14) Ахав: кам урлă? тенĕ. Пророк каланă: Çÿлхуçа çапла калать: çĕр пуçлăхĕсен тарçисем урлă, тет, тенĕ. [Ахав:] çапăçăва кам пуçлать? тенĕ. Лешĕ: эсĕ, тенĕ.
(15) [Ахав] çĕр пуçлăхĕсен тарçисене шутласа тухнă, вĕсем икçĕр вăтăр икĕ çын пулнă; çакăн хыççăн пĕтĕм халăха шутласа тухнă, Израиль ывăлĕсем пĕтĕмпе çичĕ пин пулнă.
(16) Вĕсем кăнтăр тĕлĕнче тапранса тухнă. Венадад ĕнтĕ хăйне пулăшакан патшасемпе, вăтăр икĕ патшапа, чатăрта ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ пулнă.
(17) Малтан çĕр пуçлăхĕсен тарçисем тапранса тухнă. Венадад пăхма янă та, ăна Самарирен çар çыннисем тухни çинчен хыпар тунă.
(18) Вăл каланă: вĕсем килĕшÿ сĕнесшĕн тухнă пулсассăн, чĕрĕлле тытса илĕр, вăрçăпа тухнă пулсассăн та, çавăн пекех чĕрĕлле тытса илĕр вĕсене, тенĕ.
(19) Хуларан çĕр пуçлăхĕсен тарçисем, вĕсем хыçĕнчен çар тухнă.
(20) Кашнийĕ тăшмана пĕтерсе пынă; Сири çыннисем каялла çаврăнса тарнă, Израильсем вĕсен хыçĕнчен хăваланă. Сири патши Венадад утлă çарпа пĕрле юланутпа тарса хăтăлнă.
(21) Ĕнтĕ Израиль патши çар ертсе тухнă та Сири çарне аркатса тăкнă, вĕсен учĕсемпе ураписене темĕн чухлĕ ярса илнĕ.
(22) Израиль патши патне пророк пырса çапла каланă: таврăн та вăй пух, мĕн тумаллине астусах тăр: çулталăк иртсессĕн, Сири патши татах сана хирĕç килĕ, тенĕ.
(23) Сири патшине вара тарçисем çапла каланă: вĕсен Турри — сăртту Турри, [айлăм Турри мар,] çавăнпа çĕнтерчĕç пире; вĕсемпе тÿрем çĕрте çапăçас пулсассăн, эпир çăмăллăнах çĕнмелле вĕсене,
(24) эппин, çапла ту: çарсене çав патшасем ертсе ан кайччăр, вĕсем вырăнне çĕр пуçлăхĕсене ларт;
(25) унтан — мĕн чухлĕ çын пĕтнĕ санăн, çавăн чухлĕ çĕнĕрен пуçтар: лаши те, çар урапи те унччен мĕн чухлĕ пулнă, çавăн чухлех пултăр; вара вĕсемпе тÿрем çĕрте çапăçăпăр, ун чухне вĕсене çĕнтермеллипех çĕнтерĕпĕр, тенĕ. Патша вĕсем каланине итленĕ, çавăн пек тунă та.
(26) Çулталăк иртсессĕн Венадад Сири çыннисене пуçтарнă та Израильпе вăрçă вăрçма Афек хули патне тапранса тухнă.
(27) Израиль ывăлĕсем те вăрçа хатĕрленнĕ, вĕсем, апатçимĕç илсе, тăшманĕсене хирĕç кайнă. Израиль ывăлĕсем Сири çыннисен тапăрĕ умĕнче ушкăнпа, икĕ пысăках мар качака кĕтĕвĕ пек, тапăрăн вырăнаçса тăнă. Сири çыннисем вара пĕтĕм çĕре сăрса илнĕ.
(28) Израиль патшине Турă çынни пырса каланă: Çÿлхуçа çапла калать: Сири çыннисем: «Çÿлхуçа — сăртту Турри, айлăм Турри мар» тесе калаçнăшăн Эпĕ çак пĕтĕм эшкере санăн аллуна паратăп, çапла сирĕн Эпĕ Çÿлхуçа иккенне пĕлмелле пултăр, тет, тенĕ.
(29) Пĕрпĕрне хирĕç çичĕ кун хушши тапăрпа тăнă. Çиччĕмĕш кунне çапăçу пуçланнă; Израиль ывăлĕсем пĕр кунрах Сирин çĕр пин çуран çыннине пĕтерсе тăкнă.
(30) Ыттисем Афек хулине тарса ÿкнĕ; унта ытти çав çирĕм çичĕ пин çын çине хÿме ишĕлсе аннă. Венадад та хулана тарнă, унта пĕр шалти пÿлĕме пытанса ларнă.
(31) Тарçисем ăна каланă: Израиль халăхĕн патшисем хĕрхенекен кăмăллă патшасем тенине илтнĕччĕ эпир; ирĕк парсамччĕ пире, хуйхă тумтирĕ тăхăнса, мăя кантра çыхса, Израиль патши патне каймашкăн; тен, вăл сан пурăнăçна упраса хăварĕ, тенĕ.
(32) Вара вĕсем, хуйхă тумтирĕ тăхăнса, мăйне кантра çыхса, Израиль патши патне пынă та каланă ăна: Венадад чуру сана: «хĕрхенсемччĕ ман пурăнăçа» тет, тенĕ. Лешĕ: вăл чĕрĕи вара? вăл манăн тăван, тенĕ.
(33) Çав çынсем çакна лайăх паллă вырăнне хунă та ун çăварĕнчен тухнă сăмаха васкасах малалла тăснă: Венадад сан тăвану, тенĕ. Вăл: кайăр, илсе килĕр ăна, тенĕ. Вара Венадад ун патне тухнă, Ахав ăна хăйпе пĕрле çар урапи çине лартнă.
(34) Венадад ăна каланă: эпĕ ман аттем сан аçунтан туртса илнĕ хуласене каялла тавăрса парăп, Дамаскра эсĕ, ман аттем Самарире тытнă пек, сутуилÿ вырăнĕсем тытма пултаратăн, тенĕ. Ахав каланă: килĕшÿ тунă хыççăн эпĕ сана каялла ярăп, тенĕ. Вара, унпа килĕшÿ туса, ăна каялла янă.
(35) Çавăн чухне пророк ывăлĕсенчен пĕри, Çÿлхуçа сăмахĕ тăрăх, тепĕрне каланă: хĕне мана, тенĕ. Анчах ку çынни ăна хĕнеме килĕшмен.
(36) Лешĕ каланă ăна: Çÿлхуçа сăмахне итлеменшĕн сана ман патăмран кайсанах арăслан çурса пăрахĕ, тенĕ. Ку çынни ун патĕнчен кайнă, чăнах, ăна арăслан тĕл пулнă та çурса пăрахнă.
(37) Малтанхи çынни тепĕр çынна тупса: хĕне мана, тенĕ. Ку çынни вара ăна амантса пĕтеричченех хĕненĕ.
(38) Ентĕ пророк кайнă та, куçне виткĕçпе хупласа, çул çине патшана хирĕç пулма тухса тăнă.
(39) Патша çулпа иртсе пынă чухне вăл ăна кăшкăрса каланă: санăн чуру çапăçура пулнăччĕ, пĕр çын, айккинче тăраканскер, ман патăма çын илсе пычĕ те каларĕ: «хуралласа тăр çакна; вăл тарас пулсассăн санăн чуну ун чунĕ вырăнне пулĕ е санăн пĕр талант кĕмĕл виçсе пама тивĕ» терĕ.
(40) Санăн чуру ункун ĕçпе чăрманнă хушăра хайхи хураллама пар са хăварнă çын çухалчĕ, тенĕ. Израиль патши ăна каланă: хăвна мĕнле айăплав тивессе эсĕ хăвах каларăн, тенĕ.
(41) Лешĕ çавăктах виткĕçне сирнĕ те, патша вăл пророксенчен пĕри иккенне ăнкарса илнĕ.
(42) Лешĕ ăна каланă: Çÿлхуçа çапла калать: Эпĕ пĕтмелле тупаланă çынна хăвăн аллунтан вĕçертнĕшĕн сан чуну — ун чунĕ вырăнне, халăху ун халăхĕ вырăнне пулĕ, тет, тенĕ.
(43) Израиль патши вара пăшăрханса та кулянса малалла кайнă, çапла Самарие çитнĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
21
(1) Çак ĕçсем хыççăн çапла пулнă: Изреель çыннин Навуфейĕн Изреель хулинче, Самари патши Ахав керменĕ çывăхĕнче иçĕм пахчи пулнă.
(2) Ахав Навуфее каланă: хăвăн иçĕм пахчине пар мана, унта эпĕ пахчаçимĕç туса илĕп, вăл ман керменĕм çывăхĕнчех; ун вырăнне сана унтан лайăхрах иçĕм пахчи парăп е, кăмăлу пулсассăн, унăн хакне кĕмĕлпе тÿлĕп, тенĕ.
(3) Анчах Навуфей Ахавпа килĕшмен: аттемĕрсенчен юлнă еткере сана парасран Çÿлхуçа сыхлатăрах мана, тенĕ.
(4) Изреель çынни Навуфей çапла «аттемĕрсен çĕрне памастăп сана» тенипе Ахав ĕнтĕ килне çилленсе те пăшăрханса таврăннă. Вăл, [вĕчĕрхенсе ÿкнĕскер,] вырăнĕ çине тÿртĕн çаврăнса выртнă та апат та çимен.
(5) Ун патне арăмĕ Иезавель кĕнĕ те каланă ăна: апат та çимелле марах мĕне пула шуйханнă санăн чуну? тенĕ.
(6) Ахав каланă ăна: Изреель çыннине Навуфее: «хăвăн пахчуна кĕмĕлле пар мана е, кăмăлу пулсассăн, эпĕ сана уншăн урăх пахча парăп» терĕм те, вăл мана: «памастăп сана хамăн иçĕм пахчине, [аттемĕрсен еткерлĕхне]» терĕ, тенĕ.
(7) Иезавель, арăмĕ, каланă вара: эсĕ çапла туса тăрас пулсассăн, Израильре мĕнле патшалăх пулĕччĕши? тăр, апат çи те лăплан; эпĕ сана Изреель çыннин Навуфейĕн иçĕм пахчине илсе парăп, тенĕ.
(8) Вара вăл Ахав ятĕнчен çырусем çырса хатĕрленĕ те патша пичетне çапса пичетлесе тухнă, унтан çав çырусене Навуфей пе пĕр хулара пурăнакан аслă çынсемпе чаплă çынсене ярса панă.
(9) Çырăвĕсенче вăл çапла çырнă: халăха типĕ тытмалли куна пĕлтерĕр, Навуфее халăх у:.:не лартăр;
(10) ăна хирĕç икĕ юрăхсăр çынна лартăр, вĕсем ăна хирĕç кÿнтелесе калаччăр: «эсĕ Турăпа патшана хурларăн» тетчĕр; çавăн хыççăн илсе тухăр та ăна чулпа персе вĕлерĕр, тенĕ. пНавуфейпе пĕр хулара пурăнакан ятлă çынсем вара — аслă çынсемпе чаплă çынсем — Иезавель хушнă пек, хăйсене ярса панă çырура мĕнле çырнă, çавăн пек тунă.
(12) Ĕнтĕ типĕ тытмалли куна пĕлтернĕ, Навуфее халăх умне, малти вырăна, лартнă;
(13) унтан икĕ юрăхсăр çын тухнă та ăна хирĕç пырса ларнă, çав усал çынсем халăх умĕнче ăна хирĕç кÿнтеленĕ: Навуфей Çÿлхуçана тата патшана хурларĕ, тенĕ. Ăна вара хула тулашне илсе тухса чулпа персе вĕлернĕ.
(14) Иезавель патне çын янă: Навуфее чулпа персе вĕлернĕ, тесе пĕлтернĕ.
(15) Навуфее чулпа персе вĕлернĕ тенине илтсессĕн, Иезавель Ахава каланă: тăр, Изреель çынни Навуфей кĕмĕлле парасшăн пулман иçĕм пахчине хăвăн аллуна кайса ил: Навуфей чĕррисем хушшинче çук ĕнтĕ, вилнĕ вăл, тенĕ.
(16) Ахав [Изреель çыннине] Навуфее вĕлерни çинчен илтсессĕн, [тумтирне туртса çурнă та хуйхă тумтирĕ тăхăнса янă, кайран] Изреель çыннин Навуфейĕн иçĕм пахчине хăй аллине илме кайнă.
(17) Фесва çыннине Илияна Çÿлхуçаран сăмах пулнă:
(18) Израиль патши Ахав патне Самарие кай, халĕ вăл Навуфей пахчинче — ăна хăй аллине илме пынă;
(19) кала ăна: Çÿлхуçа çапла калать: эсĕ çынна вĕлертĕн, тата ун еткерлĕхне кĕресшĕни? тет, те, тата кала ăна: Çÿлхуçа çапла калать: йытăсем Навуфей юнне çуланă вырăнта сан юнна та йытăсем çулĕç, тет, те.
(20) Ахав Илияна каланă: тупрăн эсĕ мана, тăшманăм! тенĕ. Илия: тупрăм, эсĕ ĕнтĕ çылăх ăшне путнă, Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр ĕçсем тăватăн, [Ăна çиллентеретĕн].(21) [Çÿлхуçа çапла калать:] акă Эпĕ сан çине хĕнхур яратăп, сан хыççăн шăлса тухăп та Ахавăн пур арçыннине те — чурисене те, ирĕклĕ çыннисене те — пĕтерсе тăкăп;
(22) Мана çиллентернĕшĕн, Мана вĕчĕрхентернĕшĕн, Израиль халăхне çылăха кĕртнĕшĕн Эпĕ сан килне Нават ывăлĕн Иеровоамăн килне мĕн кăтартнинех, Ахия ывăлĕн Ваасан килне мĕн кăтартнинех кăтартăп, тет.
(23) Çавăн пекех, Турă Иезавель çинчен те каларĕ: Иезавеле ĕнтĕ Изреель хÿми хыçĕнче йытăсем çисе ярĕç, терĕ;
(24) Ахав кил-йышĕнчен кам хулара вилет, çавна йытăсем çисе ярĕç; кам хирте вилет, ăна вĕçен кайăксем сăхасăха пĕтерĕç;
(25) Ахав пек çылăха парăннă çын пулманха: вăл, хăйĕн арăмĕ Иезавель хĕтĕртни хыççăн кайса, Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр ĕçсем туса тăчĕ;
(26) вăл, Çÿлхуçа Израиль ывăлĕсем патĕнчен хуса янă аморрейсем пекех, йĕрĕхсене пуççапса, йĕрĕнчĕк ĕçсем туса пурăнчĕ, тет Çÿлхуçа, тенĕ Илия.
(27) Çак сăмахсене илтсессĕн, Ахав [Çÿлхуçа умĕнче кăмăлĕпе çемçелсе, йĕрсе çÿренĕ,] тумтирне çурса пăрахса хуйхă тумтирĕ тăхăнса янă, типĕ тытнă, хуйхă тумтирĕпех выртса тăнă, хурлăхлă çÿренĕ.
(28) Фесва çыннине Илияна Çÿлхуçаран [Ахав çинчен] сăмах пулнă:
(29) Ман умăмра Ахав мĕнле йăвашланнине куртăни? вăл çапла йăвашланнăшăн Эпĕ ун ĕмĕрĕнче хĕнхур ямăп; ун ывăлĕн ĕмĕрĕнче синкерсехмет ярăп ун килĕ çине, тенĕ Çÿлхуçа.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
22
(1) Виçĕ çул пурăнса ирттернĕ, Сирипе Израиль хушшинче вăрçă пулман.
(2) Виççĕмĕш çулĕнче Иосафат — Иудея патши — Израиль патши патне пынă.
(3) Вара Израиль патши хăйĕн тарçисене каланă: Галаад çĕрĕнчи Рамоф хули пирĕн хула пулнине пĕлетĕри? Эпир вара тахçантанпах шарламасăр тăратпăр, ăна Сири патши аллинчен туртса илесси çинчен шухăшламастпăр, тенĕ.
(4) Унтан вăл Иосафата каланă: манпа пĕрле Галаадрн Рамофа хирĕç вăрçăпа пырăни? тенĕ. Иосафат ĕнтĕ Израиль патшине каланă: эсĕ мĕнле, эпĕ те çапла; сан халăху мĕнле, ман халăхăм та çавăн пекех; санăн урхамахусем мĕнле, ман урхамахсем те çавăн пекех, тенĕ.
(5) Иосафат Израиль патшине тата та каланă: Çÿлхуçа мĕн калĕ, ыйтса пĕл паян, тенĕ.
(6) Израиль патши пророксене пĕр тăватçĕр çын пуçтарнă та каланă: Галаадри Рамофа вăрçăпа каймаллаи манăн, каймалла мари? тенĕ. Лешĕсем: кай, Çÿлхуçа ăна патша аллине парĕ, тенĕ.
(7) Иосафат каланă: кунта Турă пророкĕ тата çукши? ун урлă Çÿлхуçаран ыйтса пăхма пулатчĕ, тенĕ.
(8) Израиль патши Иосафата каланă: пур тепĕр çын, ун урлă Çÿлхуçаран ыйтса пăхма пулĕ, анчах юратмастăп эпĕ ăна: вăл ман тĕллĕн ыррине пĕлтермест, япăххине анчах калать — Иемвлай ывăлĕ Михей вăл, тенĕ. Иосафат ĕнтĕ: эй патша, ун пек ан кала, тенĕ.
(9) Израиль патши вара пĕр хайрана чĕнсе илсе каланă: хăвăртрах Иемвлай ывăлĕ Михей патне çитсе кил, тенĕ.
(10) Израиль патшипе Иудея патши Иосафат, патша тумтирĕ тăхăннăскерсем, Самари хапхи умĕнчи уçă вырăнта харпăр хăй пуканĕ çинче ларнă, пĕтĕм пророк вĕсем умĕнче тăнă, малашне мĕн пуласса пĕлтерсе калаçнă. иСедекия, Хенаана ывăлĕ, тимĕр мăйрака туса тăхăннăскер, каланă: Çÿлхуçа çапла калать: çакăнпа эсĕ Сири çыннисене тĕппипе пĕтермелле сĕксе тухăн, тет, тенĕ.
(12) Ытти пророкĕсем те пурте çавнах шантарса калаçнă: кай Галаадри Рамофа, ăнăçу пулĕ, Çÿлхуçа ăна патша аллине парĕ, тенĕ.
(13) Михее чĕнме янă çын ăна каланă: акă пророксем пурте пĕр сасăллăн патшана ырă пуласса шантарса калаçаççĕ; санăн сăмаху та вĕсенĕн сăмахĕпе килĕшÿллĕ пулинччĕ; эсĕ те ырă каласам, тенĕ.
(14) Михей каланă: Турă пур! эпĕ Туррăм мĕн каланине калăп, тенĕ.
(15) Вара вăл патша патне пы нă. Патша ăна каланă: Михей! Галаадри Рамофа вăрçăпа каймаллаи пирĕн, каймалла мари? тенĕ. Лешĕ ăна: кай, ăнăçу пулать, Çÿлхуçа вăл хулана патша аллине парĕ, тенĕ.
(16) Патша ăна каланă: татах, татах тархаслатăп сана, Çÿлхуçа ячĕпе тĕрĕссине каланисĕр пуçне мана урăх нимĕн те ан кала, тенĕ.
(17) Михей каланă: тусем тăрăх кĕтÿçĕсĕр сурăхсем пек сапаланса кайнă пĕтĕм Израиль çыннине куратăп эпĕ. Çÿлхуçа: пуçлăх çук вĕсен, ĕнтĕ лăпланса кашнийĕ хăй килне таврăнтăр, терĕ, тенĕ.
(18) Израиль патши Иосафата каланă: каламарăми сана, вăл ман тĕллĕн ыррине пĕлтермест, япăххине анчах калать темерĕми? тенĕ.(19) [Михей] каланă вара: [ун пек мар; ман сăмаха мар,] Çÿлхуçа сăмахне итлесе пĕтер: эпĕ Хăйĕн аслă пуканĕ çинче ларакан Çÿлхуçана куртăм, тÿпери пĕтĕм çар Унăн тавра сылтăм енĕпе сулахай енĕнче тăратчĕ;
(20) Çÿлхуçа каларĕ: Ахава кам илĕртĕши Галаад çĕрĕнчи Рамофа вăрçăпа кайма, çавăнта тĕп пулма? терĕ. Хайхи пĕри капла калать, тепĕри апла калать;
(21) унтан пĕр сывлăшĕ Çÿлхуçа умне тухса тăчĕ те: эпĕ илĕртсе çавăрăп ăна, терĕ. Çÿлхуçа унран ыйтрĕ: мĕнле майпа? терĕ.
(22) Лешĕ каларĕ: тухăп та унăн пур пророкĕн чĕлхиçăварĕнче те суя сывлăш пулса тăрăп, терĕ. Çÿлхуçа каларĕ: эсĕ илĕртсе çавăрăн ăна, тăвăн çакна, кай та çапла ту, терĕ.
(23) Халĕ ĕнтĕ акă Çÿлхуçа çав суя сывлăша санăн пророкусен чĕлхиçăварне кĕме чарман; анчах Çÿлхуçа сан çинчен ырă мар каларĕ, тенĕ Михей.
(24) Ĕнтĕ Хенаана ывăлĕ Седекия пынă та Михее питĕнчен çупса ярса каланă: сан урлă калаçса тăмашкăн Турă Сывлăшĕ манран уйăрăлса кайнă тесе шутлатăни эсĕ? тенĕ.
(25) Михей каланă: эсĕ çакна пытанас тесе пÿлĕмрен пÿлĕме чупкаласа çÿренĕ кунхине курăн акă, тенĕ.
(26) Израиль патши каланă вара: Михее хула пуçлăхĕ Амон патне тата патша ывăлĕ Иоас пат не илсе кайăр та
(27) калăр вĕсене: патша çапла калать, тейĕр: тĕрмене лартăр та çакна, эпĕ вăрçăран таврăниччен çителĕксĕр çăкăр çитерсе, çителĕксĕр шыв ĕçтерсе тытăр ăна, тесе калать тейĕр, тенĕ.
(28) Михей каланă: эхер те эсĕ вăрçăран таврăнаятăн пулсассăн, ман урлă Турă мар калаçнă вара, тенĕ. Унтан: эй халăх, итлĕр пурте! тенĕ.
(29) Ĕнтĕ Израиль патшипе Иосафат, Иудея патши, Галаад çĕрĕнчи Рамоф хули патне тухса кайнă.
(30) Израиль патши Иосафата каланă: эпĕ тумтир улăштарса тăхăнăп та çапăçăва кĕрĕп, эсĕ вара хăвăн патша тумтирне тăхăн, тенĕ. Вара Израиль патши тумне улăштарнă та çапăçăва кĕрсе кайнă.
(31) Сири патшийĕн вăтăр икĕ çар урапи пулнă, вăл çавсен пуçлăхĕсене каланă: кĕçĕннипе те, аслипе те ан çапăçăр, пĕр Израиль патшипе анчах çапăçăр, тенĕ.
(32) Иосафата курсассăн, çар ураписен пуçлăхĕсем: «Израиль патши çакă!» тесе шутланă та ăна тапăнасшăн талпăннă. Иосафат кăшкăрса янă.
(33) Çар ураписен пуçлăхĕсем, ку Израиль патши маррине курса, ун патĕнчен пăрăнса кайнă.
(34) Пĕр çынни вара уххине ăнсăртран карăнтарса вĕçертнĕ те Израиль патшине тимĕр тумтирĕн çĕвви витĕр лектерсе амантнă. Патша хăйĕн лавçине каланă: мана амантрĕç, каялла çаврăн та мана çар хушшинчен илсе тух, тенĕ.
(35) Анчах çав кун çапăçу хĕрсе кайнă та, патша Сири çыннисене хирĕç çар урапи çинчех тăнă, ун суранĕнчен çар урапи çине юн юхнă, каçхине вилнĕ вара.
(36) Хĕвел аннă вăхăтра пĕтĕм тапăра каласа пĕлтернĕ: кашнийĕ хăй хулине, кашнийĕ хăй çĕрне кайăр! тенĕ.
(37) Çапла патша вилнĕ, ăна Самарие турттарса килнĕ, патшана Самарире пытарнă.
(38) Çар урапине Самари пĕвинче çуса тасатнă, патша юнне йытăсем çуланă, çав юнланнă шывпах аскăн арăмсем çăвăннă. Çакă пĕтĕмпе Çÿлхуçа сăмахĕ тăрăх пулнă.
(39) Ахавăн ытти ĕçĕсене, вăл мĕнмĕн тунине, тата сăлан шăмминчен лартнă керменпе вăл тунă хуласем çинчен Израиль патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.
(40) Çапла Ахав канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ Охозия ларнă.
(41) Ахав Израиль патшалăхне тытса тăра пуçланăранпа тăваттăмĕш çулхине Аса ывăлĕ Иосафат вара Иудея патшине ларнă пулнă.
(42) Патшана ларнă чухне вăл вăтăр пилĕк çулта пулнă, Иерусалимра çирĕм пилĕк çул хушши патшара ларнă. Унăн амăшĕ, Салаил хĕрĕ, Азува ятлă пулнă.
(43) Иосафат пур тĕлĕшпе те хăй ашшĕ Аса çулĕпе çÿренĕ, унран пăрăнман, Çÿлхуçа умĕнче юрăхлă ĕçсем тунă. Анчах тÿпем вырăнсене пăрахăçламан; халăх вĕсем çинче çаплахха парнесем кÿнĕ, тĕтĕркĕчпе тĕтĕрнĕ.
(44) Иосафат Израиль патшипе килĕшÿ тунă.
(45) Иосафатăн ытти ĕçĕсене, унăн паттăрла ĕçĕсене, вăл мĕнле çапăçнине Иудея патшисенĕн çулсеренхи кĕнекинче çырса кăтартнă.
(46) Вăл хăйĕн ашшĕ Аса пурăннă вăхăтра сыхланса юлнă аскăн çынсене тĕппипе пĕтернĕ.
(47) Идумея çĕрĕнче ун чухне патша пулман; унта Иудея патшин вырăнти пуçлăхĕ анчах пулнă.
(48) Иосафат [патша] Офир çĕрĕнчен ылтăн турттарса тăмашкăн карапсем тутарнă; анчах вĕсем çитес çĕре çитеймен: ЕционГавер патĕнче çапăнса арканнă.
(49) Вара Охозия — Ахав ывăлĕ — Иосафата каланă: ĕнтĕ ман тарçăмсем санăн тарçусемпе пĕрле карапсемпе кайччăри, тенĕ. Анчах Иосафат килĕшмен.
(50) Иосафат ĕнтĕ канăçлă ашшĕсемпе пĕрлешнĕ, ăна хăйĕн ашшĕн Давидăн хулинче пытарнă. Ун вырăнне патшана унăн ывăлĕ Иорам ларнă.
(51) Иудея патши Иосафат вунçиччĕмĕш çул патшара ларнă чухне Самарире Ахав ывăлĕ Охозия Израиль патпГине ларнă; Израиле [Самарире] икĕ çул тытса тăнă,
(52) вăл Çÿлхуçа умĕнче юрăхсăр ĕçсем тунă, вăл ашшĕ çулĕпе, амăшĕ çулĕпе, Израиле çылăха кĕртнĕ Нават ывăлĕ Иеровоам çулĕпе çÿренĕ:
(53) вăл Ваала пăхăн са тăнă, ăна пуççапнă, ашшĕ тунă ĕçсенех туса Израилĕн Çÿлхуçа Туррине çиллентернĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓