Руфь Кĕнеки


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Руфь Кĕнеки

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 ]

1

(1) Израиль халăхне тÿресем тытса тăнă вăхăтра çĕр çинче выçлăх пулнă. Çавăн чухне Иудея çĕрĕнчи Вифлеем хулинчи пĕр çын хăйĕн арăмĕпе икĕ ывăлне ертсе Моав хирне пурăнма кайнă.

(2) Çав çын Елимелех ятлă пулнă, арăмĕн ячĕ — Ноеминь, ывăлĕсен ячĕсем Махлон тата Хилеон пулнă; вĕсем Ефрафа çыннисем, Иудея çĕрĕнчи Вифлеем çыннисем, пулнă. Вĕсем Моав хирне çитнĕ те çавăнта пурăнма вырăнаçнă.

(3) Елимелех — Ноеминь упăшки — вилнĕ, Ноеминь вара икĕ ывăлĕпе тăрса юлнă.

(4) Ывăлĕсем Моав хĕрĕсене качча илнĕ, пĕрин арăмĕ Орфа ятлă, тепĕрин арăмĕ Руфь ятлă пулнă, вĕсем унта вунă çула яхăн пурăннă.

(5) Каярахпа Ноеминĕн икĕ ывăлĕ те — Махлонпа Хилеон — вилнĕ, вара çав хĕрарăм икĕ ывăлĕсĕр, упăшкисĕр тăрса юлнă.

(6) Çавăнта, Моав хирĕнче, пурăннă чухне вăл Турă Хăйĕн халăхне кăмăл туса тырăпулă панă тенине илтнĕ те икĕ кинне ертсе Моав хирĕнчен тухса кайнă.

(7) Çапла вăл хăй пурăннă вырăнтан тапранса тухнă, икĕ кинĕ те унпа пĕрле пулнă. Иудея çĕрне таврăннă чухне, çулпа пынă чухне,

(8) Ноеминь икĕ кинне çапла каланă: кайăрах ĕнтĕ, иксĕр те аннĕрсен килне таврăнăр; эсир манăн ывăлăмсемпе те, хуняçăрпа та, манпа та ырă пурăнтăр, çавна кура Çÿлхуçа сире хăвăра та ырăлăх патăр!

(9) Çÿлхуçа сире, упăшка тупса, ĕмĕрĕре упăшкăр килĕçуртĕнче ирттерме пÿртĕр, тенĕ. Унтан вăл вĕсене иккĕшне те ыталаса чуптунă. Кусем вара уласа йĕре пуçланă,

(10) йĕрейĕре каланă: çук, эпир санпа пĕрле санăн халăху патне каятпăр, тенĕ. “Ноеминь вара каланă: каяллах таврăнăр, хĕрĕмсем; мĕншĕн сирĕн манпа каяс? сире валли упăшка пулма манăн варта ывăлсем тата пулĕç-им?

(12) каяллах таврăнăр, хĕрĕмсем, кайăрах, эпĕ качча тухма ватă ĕнтĕ. Эпĕ сире: «манăн шанчăкăм пĕтменха» тесессĕн те, кĕçĕрех упăшкампа пулса кайран ывăлсем çуратса парас пулсассăн та,

(13) сирĕн вĕсем çитĕниччен кĕтме юратьи вара? качча тухмасăр, тăхтаса пурăнма юратьи вара сирĕн? Çук, хĕрĕмсем, эпĕ сирĕншĕн кулянатăп, мана ĕнтĕ Çÿлхуçа алли çитрĕ, тенĕ.

(14) Лешĕсем каллех уласа йĕре пуçланă. Орфа вара хунямăшĕпе сывпуллашнă [та хăйĕн халăхĕ хушшине таврăннă], Руфь хунямăшĕпе пĕрлех юлнă.

(15) [Ноеминь Руфе] каланă: ав сан килĕнтешÿ хăвăр халăх хушшине, хăвăр туррăрсем патне таврăнчĕ; эсĕ те килĕнтешÿ хыççăн каях ĕнтĕ, тенĕ.

(16) Анчах Руфь çапла каланă: хăвна пăрахса хăварма, хăвăнтан уйăрăлса кайма ан хисте мана; эсĕ ăçта каятăн, эпĕ те çавăнта пыратăп, эсĕ ăçта пурăнăн, эпĕ те çавăнта пурăнăп; санăн халăху — манăн халăхăм, санăн Турру манăн Туррăм пулĕ;

(17) эсĕ ăçта вилĕн, эпĕ те çавăнта вилсе çĕре кĕрем; Çÿлхуçа мана ăна та, кăна та кăтарттăр, тата ытларах та кăтарттăр; мана санран вилĕм çеç уйăрĕ, тенĕ.

(18) Кинĕ хăйĕн сăмахĕ çинче хытă тăнине кура, [Ноеминь] ăна текех хистемен ĕнтĕ.

(19) Вĕсем çапла иккĕшĕ Вифлееме çитиччен пĕрле пынă. Вифлееме пырса кĕрсессĕн, вĕсене курса, пĕтĕм хула хусканнă: ара, ку Ноеминьши? тенĕ.

(20) Ноеминь вĕсене каланă: ĕнтĕ мана Ноеминь* тесе ан чĕнĕр, мана Мара** тесе чĕнĕр, мĕншĕн тесессĕн Пурне те Тытса Тăракан Турă ман çине пысăк хурлăх ячĕ;

(21) кунтан кайнă чухне эпĕ тулли пурăнăçпа тухса кайрăм, таврăнасса вара Çÿлхуçа мана пушă алăпа таврăнмалла турĕ; Çÿлхуçа мана çапла асаплантарчĕ пулсассăн, Пурне те Тытса Тăракан мана хĕнасап пачĕ пулсассăн, мĕншĕнха мана Ноеминь тесе чĕнес? тенĕ.

(22) Ноеминь çапла таврăннă вара, унпа пĕрле Моав хирĕнчен килнĕ Руфь ятлă кинĕ — Моав хĕрĕ — пулнă, вĕсем Вифлееме урпа вырма пуçланă вăхăтра килсе çитнĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 ]

2

(1) Ноеминĕн упăшки енчен пĕр хурăнташĕ пулнă, вăл питĕ сумлă çын шутланнă, вăл Елимелех йăхĕнчен пулнă, ăна Вооз тесе чĕннĕ.

(2) Моав хĕрĕ Руфь Ноемине каланă: эпĕ хире каям та, кам мана кăмăллă пулĕ, çавăн хыççăн пучах пуçтарса çÿрем, тенĕ. Лешĕ ăна: каях, хĕрĕм, тенĕ.

(3) Вара вăл хире кайнă та тырă выракансем хыçĕнчен пучах пуçтарса çÿренĕ. Вăл пучах пуçтарса çÿрекен хир Елимелех йăхĕнчи Вооз çĕрĕ, унăн пай çĕрĕ, пулнă.

(4) Акă Вооз Вифлеемрен çитнĕ те тырă выракансене: Турă пулăштăр сире! тенĕ. Вĕсем Вооза хуравланă: Çÿлхуçа сана пиллетĕр! тенĕ.

(5) Вооз тырă выракансене пăхса тăракан тарçинчен ыйтнă: ку çамрăк хĕрарăм ăçтискер? тенĕ.

(6) Тырă выракансене пăхса тăракан тарçă каланă: ку çамрăк арăм — Моав хĕрĕ, Моав хирĕнчен Ноеминьпе пĕрле килнĕ;

(7) вăл: «эпĕ выракансем хыçĕнчен кĕлтесем хушшипе пучах пуçтарса çÿремха» терĕ; ĕнтĕ иртен пуçласа каçчен çÿрет; вăл килĕнче те сахал пулать, тенĕ.

(8) Вооз вара Руфе каланă: итлеха, хĕрĕм, пучах пухма урăх ана çине ан кай, кунтан ан кай, çакăнта манăн хĕрарăм тарçăмсемпе пĕрле çÿре;

(9) санăн куçу умĕнче * Кăмăллăскер. ** Хурлăхлăскер. вĕсем выракан ана пултăр, вĕсем хыççăн çÿре; эпĕ тарçăмсене хытарсах каларăм: вĕсем сана тивмĕç; ĕçессÿ килсессĕн манăн тарçăсем ĕçекен савăтран ăсса ĕç, тенĕ.

(10) Руфь ăна ÿксе пуççапнă, пуçĕпе çĕре çити тайăлса çапла каланă: саншăн мĕн тĕлĕшрен кăмăллă пултăмши, эпĕ ют çĕр çынни пулсассăн та, эсĕ мана çапла хапăл йышăнатăн? тенĕ. пВооз ăна хуравласа каланă: упăшку вилсессĕн эсĕ хунямушăн мĕнмĕн тунине эпĕ илтсеттĕм: эсĕ — аçуаннÿне, çуралса ÿснĕ çĕршывна хăварса — хунямупа пĕрле ют халăх хушшине килсе кĕнĕ, çак халăха эсĕ ĕнер те, виçĕмкун та пĕлменçке;

(12) çак ĕçÿшĕн сана Çÿлхуçа тивĕçлипех тÿлетĕр, эсĕ Унăн çуначĕ айĕнче хÿтĕленсе тăма килнĕ; Израилĕн Çÿлхуçа Турри сана çавăншăн мĕн тивĕçлине туллипех патăр! тенĕ.

(13) Руфь ăна каланă: эй хуçамăм, санăн кăмăлна курмалла пуласчĕ манăн! эсĕ манăн чуна йăпатрăн, мана — хăвăн чуруна — ырă сăмах каларăн, эпĕ вара санăн пĕр хĕрарăм чуру тĕшне те тăмастăп, тенĕ.

(14) Вооз ăна каланă: кăнтăрлахи апат вăхăчĕ çитрĕ ĕнтĕ, кил, çăкăр çиме лар, татăкна сĕрхе çине пуçса çи, тенĕ. Руфь тырă выракансем çумне пырса ларнă. Вооз ăна çăкăр касса панă; лешĕ çинĕ, тăраннă, ытлашшийĕ те юлнă.

(15) Вара пучах пуçтарма тăнă. Вооз хăйĕн тарçисене хытарсах каланă: кĕлтесем хушшинче те пуçтарса çÿретĕр вăл, эсир ăна ан кÿрентерĕр;

(16) кĕлтерен те пучах тăккаласа хăварăр, пуçтартăрах вăл, [çиессе те çитĕр,] эсир ăна ан ÿпкелĕр, тенĕ.

(17) Çапла Руфь ана çинче иртен пуçласа каçчен пуçтарса çÿренĕ, унтан вăл мĕн пуçтарнине çапнă та, унăн пĕр Ефана яхăн урпа тухнă.

(18) Руфь, урпине илсе, хулана таврăннă, мĕн чухлĕ пуçтарнине хунямăшне кăтартнă. Унтан [Руфь] хăй çисе тăраннă хыççăн юлнă çăкăр татăкне [хĕвĕнчен кăларса] хунямăшне панă.

(19) Хунямăшĕ ăна каланă: эсĕ паян ăçта пуç тарса çÿрерĕн, ăçта ĕçлерĕн? сана йышăннă çынна пиллĕх пултăр! тенĕ. [Руфь] хăй кам патĕнче ĕçлесе çÿренине хунямăшне каласа кăтартнă: эпĕ паян Вооз ятлă çын патĕнче ĕçлесе çÿрерĕм, тенĕ.

(20) Ноеминь хăйĕн кинне каланă: чĕррисене те, вилнисене те ырăлăх тунăшăн ăна Çÿлхуçаран пиллĕх пултăр! тенĕ. Ноеминь ăна тата каланă: вăл пире çывăх çын; вăл пирĕн хурăнташ пулать, тенĕ.

(21) Моав хĕрĕ Руфь [хăйĕн хунямăшне] каланă: вăл мана тата çапла каларĕ: ман тырра вырса пĕтеричченех эсĕ манăн хĕрарăм тарçăсемпе пĕрле çÿре терĕ, тенĕ.

(22) Ноеминь хăй кинне Руфе каланă: хĕрĕм, унăн хĕрарăм тарçисемпе çÿрени лайăхха вăл, урăх ана çине кайса хур курса çÿрес çук, тенĕ.

(23) Çапла вара, Руфь Воозăн хĕрарăм тарçисемпе пĕрле çÿренĕ, урпапа тулă вырса пĕтеричченех Вооз ани çинче [пучах] пуçтарнă, пурăнасса вăл хунямăшĕпе пĕрле пурăннă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 ]

3

(1) Ноеминь, хунямăшĕ, Руфе каланă: хăвна лайăх пултăрччĕ тесессĕн, хÿтĕлĕх шырамалла марши санăн?

(2) Акă Вооз пирĕн хурăнташ пулать, эсĕ шăпах унăн хĕрарăм тарçисемпе пĕрле çÿрерĕн; кĕçĕр вăл анкартинче урпа сăвăрать; Зçăвăнса тасал, сĕрĕшпе сĕрĕн, [капăр] тумтирне тăхăн, вара анкартине кай, анчах вăл ĕçсеçисе тăраниччен унăн куçĕ умне ан курăн;

(4) вăл çывăрма выртсассăн, ăçта выртнă вырăнне пĕл; вара çавăнта пыр та ури вителĕкне сирсе ури вĕçне вырт; мĕн тăвассине вăл сана хăех калĕ, тенĕ.

(5) [Руфь] ăна: пĕтĕмпех эсĕ каланă пек тăвăп, тенĕ.

(6) Вара анкартине кайнă, хунямăшĕ епле хушнă, çапла тунă.

(7) Вооз ĕçнĕçинĕ, чĕрине савăнтарнă, кайран капан çумне çывăрма выртнă. Руфь ĕнтĕ, хуллен пырса, унăн ури вителĕкне сирнĕ те ури вĕçне выртнă.

(8) Çур çĕр тĕлĕнче Вооз шартах сиксе вăраннă та тăрса ларнă: акă ун ури вĕçĕнче хĕрарăм выртать.

(9) [Вооз унран]: кам эсĕ? тенĕ. Лешĕ каланă: эпĕ санăн чуру Руфь, хăвăн чуруна çунатупа витсемччĕ: эсĕ манăн хурăнташăмçке, тенĕ.

(10) [Вооз] каланă: [Çÿлхуçа Турă] сана пиллĕх панă, хĕрĕм! çакă юлашки ырă ĕçне эсĕ унчченхинчен те аванрах турăн: эсĕ çамрăккине, чухăннине е пуяннине, шырама каймарăн;

(11) ан хăра, хĕрĕм, эсĕ мĕн каланине пурне те тăвăп; манăн халăхăм хушшинче эсĕ ырă хĕрарăм иккенне пур хапха умĕнче ларакансем те пĕлеççĕ;

(12) чăнах, эпĕ санăн хурăнташу пулатăп, анчах санăн манран та çывăхрах хурăнташу пур;

(13) кĕçĕрлĕхе кунтах çĕр каç; ыран вара сана вăл йышăнсассăн — йышăнтăр, аван пулĕ; вăл йышăнмасассăн, эпĕ йышăнăп; Çÿлхуçа чĕрĕ! Ирччен çывăрах, тенĕ.

(14) Çапла Руфь унăн ури вĕçĕнче ирччен çывăрнă, ирхине вара тул çутăличченех — пĕрпĕрне уçăмлăн куричченех — тăнă. Вооз каланă: анкартине хĕрарăм килнине ан пĕлччĕр, тенĕ.

(15) Вăл тата каланă: пĕркенчĕкне парха, тытса тăрха, тенĕ. Руфь ĕнтĕ çапла тунă, Вооз, [ăна] ултă виçе урпа ярса парса, унăн хулпуççийĕ çине çĕклесе хунă; хăй хуланалла утнă.

(16) [Руфь] ĕнтĕ хунямăшĕ патне таврăннă. Лешĕ [унран] ыйтнă: хĕрĕм, мĕн калăн? тенĕ. Руфь вара хунямăшне çав çын мĕн тунине пĕтĕмпех каласа кăтартнă:

(17) вăл мана çак ултă виçе урпана парса ячĕ, хуняму патне пушă алăпа ан таврăн терĕ, тенĕ.

(18) Хунямăшĕ каланă: ĕç мĕнле татăличчен кĕтха, хĕрĕм; вăл çын паянхи кун ку ĕçе вĕçлемесĕр лăпланас çук, тенĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 ]

4

(1) Вооз хапха умне тухса ларнă. Акă хурăнташĕ, Вооз аса илнĕскер, иртсе пырать. [Вооз] ăна каланă: килха, юнашар ларха, тенĕ. Лешĕ ун патне пырса ларнă.

(2) [Вооз] хулари аслă çынсене, вунă çын, чĕнсе илнĕ те вĕсене каланă: ларăрха çакăнта, тенĕ. Лешĕсем юнашар пырса ларнă.

(3) Вара [Вооз] хăйĕн хурăнташне каланă: хайхи Моав çĕрĕнчен таврăннă Ноеминь хăй упăшкин — пирĕн Елимелех тăванăмăрăн — анине сутать;

(4) эпĕ çак хыпара сан хăлхуна кĕртес терĕм, сана калас терĕм: çакăнта ларакансем умĕнче, халăхăмăн аслă çыннисем умĕнче ил эсĕ çав анана; тÿлесе илессÿ килсессĕн — тÿлесе ил; тÿлесе илессÿ килмесессĕн — мана кала, эпĕ пĕлсе тăрам; сансăр пуçне илме тивĕçлĕ çын çук, сан хыççăнхи вара — эпĕ, тенĕ. Лешĕ: эпĕ илетĕп, тенĕ.

(5) Вооз каланă: Ноеминь анине илсессĕн, Моав хĕрĕн Руфĕн анине те туянма тивет вара, тăлăх арăм вăл; вилнĕ хурăнташăмăрăн ячĕ унăн çĕрĕнче ан çухалтăр тесе, санăн унăн арăмне качча илмелле, тенĕ.

(6) Вара çав хурăнташĕ каланă: эпĕ ăна илейместĕп, хамăн пай çĕрĕме арпаштарас мар, ăна эсĕ йышăн, эпĕ йышăнаймастăп, тенĕ.

(7) Ĕлĕк Израиль халăхĕ хушшинче çакăн пек тÿлесе илнĕ чухне е улăштарнă чухне ĕçе татса панине çирĕплетмешкĕн çакăн пек йăла пулнă: пĕри тепĕрне, [хурăнташĕн тивĕçлĕхне хăй çине илекенскерне,] хăйĕн аттине хывса тыттарнă, çакă вара ĕçе пĕтĕм Израиль халăхĕ умĕнче татса панă пек шутланнă.

(8) Леш хурăнташĕ Вооза каланă: хăвна валли туян, тенĕ. Вара аттине хывнă [та ăна тыттарнă].

(9) Ĕнтĕ Вооз аслă çынсене, пур халăха çапла каланă: эсир акă эпĕ Ноеминьрен Елимелехĕн пур пурлăхне те, Хилеонпа Махлонăн пур пурлăхне те туяннине курса тăратăр;

(10) тата эпĕ, вилнĕ хурăнташăмăр ячĕ хăйĕн пай çĕрĕнче сыхланса юлтăр тесе, унăн ячĕ тăванĕсем хушшинчен, хапха умĕнчи вырăнĕнчен ан çухалтăр тесе, Махлон арăмне, Моав хĕрне Руфе, качча илетĕп; эсир паян кÿнтеленсем пулатăр, тенĕ. пВара хапха умне пухăннă халăх та, аслă çынсем те каланă: эпир — кÿнтеленсем; санăн çуртна кĕрекен арăмна Çÿлхуçа Рахильпе Лийăна тивлет панă пек тивлетлĕ тутăр: вĕсенчен Израиль халăхĕ ĕрчесе кайнă; Ефрафăра пуянлăх туп, Вифлеемре яту чаплă пултăр;

(12) Çÿлхуçа панипелен çак çамрăк арăм çуратас вăрлăхран санăн килÿ Фамарь Иудăна çуратса панă Фарес килĕ пек ĕрчевлĕ пултăр.

(13) Çапла вара, Вооз Руфе качча илсе арăм тунă. Вооз ун патне кĕрсессĕн, Çÿлхуçа ирĕкĕпе Руфь йывăр çын пулнă, кайран ывăл ача çуратса панă.

(14) Хĕрарăмсем Ноемине каланă: Çÿлхуçа мухтавлă, Вăл санăн йăхна пĕтме памарĕ! çак ача Израиль халăхĕ хушшинче мухтавлă пултăр!

(15) вăл сана ватăлмалăх кунунта савăнтарса, пăхсатăрантарса усрĕ: хăвна юратакан кинÿ çуратнă ăна, саншăн кинÿ çичĕ ывăлтан та пахарах, тенĕ.

(16) Ноеминь ачана алли çин чен ямасăр йăтса çÿрене, вал ачана пахаканни пулнă.

(17) Кÿршĕ арăмĕсем ăна ят хунă, вĕсем: «Ноеминĕн ывăл ача çуралчĕ» тенĕ; ăна Овид ятлă хунă. Вăл Давид ашшĕн, Иессейĕн, ашшĕ пулать.

(18) Фарес йăхĕ çакă: Фаресран Есром çуралнă;

(19) Есромран Арам çуралнă; Арамран Аминадав çуралнă;

(20) Аминадавран Наассон çуралнă; Наассонран Салмон çуралнă;

(21) Салмонран Вооз çуралнă; Воозран Овид çуралнă;

(220) видран Иессей çуралнă; Иессейрен Давид çуралнă. килĕ пек ĕрчевлĕ пултăр.

(13) Çапла вара, Вооз Руфе качча илсе арăм тунă. Вооз ун патне кĕрсессĕн, Çÿлхуçа ирĕкĕпе Руфь йывăр çын пулнă, кайран ывăл ача çуратса панă.

(14) Хĕрарăмсем Ноемине каланă: Çÿлхуçа мухтавлă, Вăл санăн йăхна пĕтме памарĕ! çак ача Израиль халăхĕ хушшинче мухтавлă пултăр!

(15) вăл сана ватăлмалăх кунунта савăнтарса, пăхсатăрантарса усрĕ: хăвна юратакан кинÿ çуратнă ăна, саншăн кинÿ çичĕ ывăлтан та пахарах, тенĕ.

(16) Ноеминь ачана алли çин чен ямасăр йăтса çÿрене, вал ачана пахаканни пулнă.

(17) Кÿршĕ арăмĕсем ăна ят хунă, вĕсем: «Ноеминĕн ывăл ача çуралчĕ» тенĕ; ăна Овид ятлă хунă. Вăл Давид ашшĕн, Иессейĕн, ашшĕ пулать.

(18) Фарес йăхĕ çакă: Фаресран Есром çуралнă;

(19) Есромран Арам çуралнă; Арамран Аминадав çуралнă;

(20) Аминадавран Наассон çуралнă; Наассонран Салмон çуралнă;

(21) Салмонран Вооз çуралнă; Воозран Овид çуралнă;

(22) видран Иессей çуралнă; Иессейрен Давид çуралнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 ]

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.