Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Патшасен Пĕрремĕш Кĕнеки
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
1
(1) Ефрем тăвĕ çинчи РамафаимЦофим хулинче пĕр çын, Ефрафа çынни, пурăннă. Ăна Елкана тесе чĕннĕ. Вăл Иерохам ывăлĕ пулнă, Иерохам — Илий ывăлĕ, Илий — Тоху ывăлĕ, Тоху вара Цуф ывăлĕ пулнă;
(2) Елканăн икĕ арăм пулнă: пĕрне Анна, тепĕрне Феннана тесе чĕннĕ; Феннанăн ача пулнă, Аннăн ача пулман.
(3) Палăртнă кунсенче çак çын Саваоф Çÿлхуçана пуççапма тата ăна парне кÿме хăйĕн хулинчен Силома çÿренĕ; унта [Илий тата] унăн икĕ ывăлĕ, Офнипе Финеес, Çÿлхуçа священникĕсем пулнă.
(4) Парне кÿнĕ кун Елкана унăн пайĕсене хăйĕн арăмне Феннанăна тата унăн мĕнпур ывăлĕпе хĕрне уйăрса панă;
(5) Аннăна вара [унăн ача çук тесе] ятарлă пай панă; Çÿлхуçа Аннăн варне хупă тытнă пулин те, упăшки ăна [Феннанăна юратнинчен ытларах] юратнă.
(6) Феннана Аннăна кулянтарсах тăнă, Çÿлхуçа унăн варне хупă тытнине аса илтерсе, ÿпкелешмелли сăлтав тупатупа панă.
(7) Турă Çуртне : Еврейсен: «Самуилăн пĕрремĕш кĕнеки». каиса килмессерен, кашни çулах, çапла пулнă: лешĕ хурлантарнă, ку вара йĕнĕ [те ÿпкелешнĕ], апат та çимен.
(8) Елкана, упăшки, ăна çапла каланă: Анна! [Лешĕ: эпĕ кунтах, тенĕ. Елкана каланă:] мĕншĕн йĕретĕнха, мĕншĕн çиместĕн, мĕншĕн чĕрÿ хурланатьха санăн? эпĕ саншăн вунă ывăлтан та лайăхрах мари вара? тенĕ.
(9) Пĕррехинче, Силомра пĕрле ĕçсе çинĕ хыççăн, Анна вырăнтан çĕкленнĕ те [Çÿлхуçа умне тăнă]. Çав вăхăтра Илий священник Çÿлхуçа Çурчĕн алăкĕ умĕнчи ларкăч çинче ларнăмĕн.
(10) Анна, пĕтĕм чунчĕререн хурланса, Çÿлхуçана кĕлтунă, татăлса макăрнă,
(11) çапла каласа тупа тунă: эй [Пурне те Тума Пултаракан Турă,] Саваоф Çÿлхуçа! Эсĕ Хăвăн чурун хурлăхĕ çине хĕрхенсе пăхсассăн, мана аса илсессĕн, Эсĕ Хăвăн чуруна манса каймасассăн, Эсĕ Хăвăн чуруна арçын ачаллă тусассăн, эпĕ ăна унăн кунĕсем вĕçленичченех Çÿлхуçана [халалласа] парăп, [вăл эрех те, çиккер те ĕçмĕ,] унăн пуçне нихăçан та çÿç илекен çĕçĕ сĕртĕнмĕ.
(12) Вăл Çÿлхуçа умĕнче чылайччен кĕлтунă хушăра Илий унăн тутиçăварĕ çине пăхса тăнă;
(13) Анна хăй ăшĕнче каланăран, сассине кăлармасăр тутиçăварне çеç хускатнăран Илий ăна ÿсĕр пулĕ тесе шутланă.
(14) Вара Илий çапла каланă: хăçанччен ÿсĕр пулăн эсĕ? эрехÿнтен урăл [та Турă умĕнчен кай], тенĕ.
(15) Анна çапла хуравласа каланă: апла мар, хуçамăм; эпĕ — чунчĕререн хурланакан арăм, эрех те, çиккер те ĕçмен эпĕ; чунăма Çÿлхуçа умĕнче уçса патăм;
(16) хăвăн чуруна юрăхсăр хĕрарăм тесе ан шутла, эпĕ хама чăтма çук хурлăх пуснăран çапла нумайччен калаçрăм, тенĕ.
(17) Илий çапла хуравласа каланă: лăпланса каях эппин, Израиль Турри эсĕ Унран мĕн ыйтнине пурăнăçа килтерĕ, тенĕ.
(18) Анна вара каланă: санăн чуру сан куçу умĕнче ырăлăх туптăрччĕ! тенĕ. Вăл ĕнтĕ хăй çулĕпе кайнă, апат та çинĕ, унăн сăнĕпичĕ унчченхи пекех хурлăхлă пулман.
(19) Вĕсем ирпеле тăнă та Çÿлхуçана пуççапнă, унтан Рамăна, хăйсен килне, таврăннă. Елкана хăйĕн арăмĕпе Аннăпа хутшăннă, Çÿлхуçа Аннăна аса илнĕ.
(20) Кăштах вăхăт иртсессĕн, Анна йывăр çын пулнă та ывăл çуратса панă, ăна Самуил тесе ят хунă; [вăл çапла каланă:] эпĕ ăна Çÿлхуçаран [Саваоф Турăран] ыйтса илтĕм, тенĕ.
(21) Унăн упăшки Елкана хăйĕн пĕтĕм кил-йышĕпе пĕрле [Силома] — Çÿлхуçана çулсерен кÿрекен парнене кÿме, мĕн тума асăннине вырăна килтерме [тата хăй çĕрĕ ÿстернĕ мĕнпур çимĕçĕн вуннăмĕш пайне пама] — тухса кайнă.
(22) Анна [унпа пĕрле] кайман, упăшкине вăл çапла каланă: ачана кăкăр ĕмĕртме пăрахтарсассăн, вăл кăштах ÿссессĕн, эпĕ ăна хамах илсе кайăп та вăл Çÿлхуçа умне тăрĕ, яланлăхах унта юлĕ, тенĕ.
(23) Елкана вара, упăшки, ăна çапла каланă: ху мĕн тăвас тетĕн, çавна ту; ăна кăкăр ĕмĕртме пăрахтариччен юлах; анчах [сан чĕлхÿçăварунтан тухнă] сăмаха Çÿлхуçа çирĕплеттĕрччĕ, тенĕ. Арăмĕ вара килтех юлнă, ачине хăçанччен ĕмĕртмелле пулнă, çавăн пек ĕмĕртнĕ те вăл.
(24) Ачине кăкăр ĕмĕртме пăрахтарсассăн, вăл ăна Силома илсе кайнă, хăйпе пĕрле виçĕ пăру, [çăкăрсем,] пĕр Ефа çăнăх тата пĕр такмак эрех илсе вĕсем Силома Турă Çуртне çитнĕ, [ача та пĕрлех пулнă]; ачи пĕчĕк пулнăха.
(25) [Ачана Çÿлхуçа умне илсе пынă; унăн ашшĕ Çÿлхуçана парне кÿнĕ, палăртнă кунсенче мĕнле парне кÿрсе тăнă, ун чухне те çавăн пек парне кÿнĕ. Ачине çавăтса кĕнĕ,] пăру пуснă; ачине [амăшĕ, Анна,] Илий патне илсе пынă та
(26) каланă: эй хуçамăм! санăн чуну чĕрĕ пултăрах, хуçамăм! эпĕ шăпах сан умăнта тăрса Çÿлхуçана кĕлтунă хĕрарăм пулатăп;
(27) эпĕ çак ачашăн кĕлтурăм, Çÿлхуçа эпĕ Хăйĕнчен ыйтнине çитерчĕ;
(28) эпĕ ăна унăн кунçулĕ мĕн вĕçленичченех Çÿлхуçана паратăп — вăл Çÿлхуçашăн ĕçлесе тăрĕ, тенĕ. Вара вăл çавăнта Çÿлхуçа умне ÿксе пуççапнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
2
(1) Анна ĕнтĕ çапла каласа кĕлтунă: чĕреме Çÿлхуçа савăнтарчĕ; Туррăм манăн мăйракана çĕклерĕ; чĕлхеçăварăм тăшманăмсене хирĕç уçăлчĕ: Эсĕ мана çăлнăшăн савăнатăп.
(2) Çÿлхуçа пек сăвапли урăх çук; Сансăр пуçне урăх никам та çук; пирĕн Турă пек тĕрекли урăх çук.
(3) Урăх мăнаçлă ан калаçăр; чĕлхĕрçăварăртан чăрсăр сăмах ан тухтăр: Çÿлхуçа — пурне те пĕлекен Турă, Унăн ĕçĕсем те виçеллĕ.
(4) Вăйлисен уххи хуçăлса ÿкет, халсăррисем вара пилĕкне хăват çыхаççĕ;
(5) тутă пурăнакансем çăкăршăн ĕçлеççĕ, выçă пурăнакансем канса лараççĕ; ача туманни те çичĕ хут çуратать, нумай ачалли вара халсăр пулать.
(6) Çÿлхуçа вĕлерет те чĕртсе тăратать, çĕр тĕпне антарать те çÿле хăпартать.
(7) Çÿлхуçа чухăна кăларагь те пуйтарать, мĕскĕне хăварать те асла кăларать.
(8) Чухăна Вăл тусан ăшĕнчен çĕклесе тăратать, мĕскĕне пылчăк ăшĕнчен туртса кăларать те аслă улпутсемпе юнашар лартать, еткерлĕхе вĕсене мухтавлă вырăн парать: Çÿлхуçа çĕрĕн тĕпнейĕрне тытса тăрать, ун çинче Вăл çутă тĕнчене çирĕплетнĕ.
(9) Хăйĕн сăваплă çыннисенĕн утăмне Вăл асăрхасах тăрать, йĕркесĕр пурăнакансем вара сĕмлĕхре çухалаççĕ: этемĕн тĕрекĕ — вăйхалра мар.
(10) Хăйпе тавлашакансене Çÿлхуçа шăлса ывăтĕ; Вăл вĕсене тÿперен кисрентерсе чĕтĕретĕ. [Çÿлхуçа сăваплă. Ăсли хăйĕн ăсĕпе ан мухтантăр, вăйли те хăйĕн вăйĕпе ан мухтантăр, пуянни те хăйĕн пуянлăхĕпе ан мухтантăр, мухтанас теекенĕ Çÿлхуçана ăнланнипе, Ăна пĕлнипе мухтантăр.] Çÿлхуçа тĕнченĕн вĕçнехĕрне сут тăвĕ, Хăйĕн патшине хăват парĕ, Хăй çу сĕрнĕ çыннăн мăйракине çĕклентерĕ.
(11) [Вара Самуила çавăнта Çÿлхуçа умне хăварнă.] Елкана Рамăна хăйĕн килне кайнă, ача Çÿлхуçашăн ĕçлесе тăма Илий священник патне юлнă.
(12) Илий ывăлĕсем юрăхсăр çынсем пулнă; вĕсем Çÿлхуçана уяман,
(13) священниксен халăх умĕнчи тивĕçне те пĕлмен. Кам та пулин парне илсе пырсассăн, аш пĕçернĕ вăхăтра священник тарçи аллине юплешке тытса пынă та,
(14) ăна хурана е тирĕке, е çатма çине, е чÿлмеке чиксе ярса, юплешки мĕн туртса кăларнине священник валли илнĕ. Çавăнта Силома пынă пур Израиль çынни тĕлĕшĕнчен те вĕсем çавăн пек тунă.
(15) Священник тарçи ĕнтĕ парне çăвне çунтарса яричченех пырса тăнă та парне кÿме килнĕ çынна çапла каланă: священник валли ăшаламалли аш пар; вăл санран пиçнĕ аш илмест, чĕррине пар, тенĕ.
(16) Эхер те кам та пулин ăна: «тумаллине туччăрха, çăва çунтарса яччăрха, кайран чуну мĕн чухлĕ ыйтать, çавăн чухлĕ ил» тесессĕн, вăл: çук, халех пар, памастăн пулсассăн вăйпах илетĕп, тенĕ.
(17) Çак çамрăк çынсен Çÿлхуçа умĕнчи çылăхĕ çав тери пысăк пулнă, мĕншĕн тесессĕн вĕсем Çÿлхуçа валли парне кÿме чăрмантарнă.
(18) Çамрăк ача Самуил Çÿлхуçа умĕнче йĕтĕн ефод тăхăнса ĕçленĕ.
(19) Çиелтен тăхăнмалли пĕчĕк тумтирне ун валли амăшĕ хатĕрлесе тăнă, вăл упăшкипе пĕрле тивĕçлĕ парне кÿме çÿренĕ чухне ăна çулсеренех илсе килсе панă.
(20) Илий, Елканăпа унăн арăмне пиллесе, çапла каланă: Çÿлхуçана халалланă ачу вырăнне Çÿлхуçа сана çак арăмунтан тата ача патăр! тенĕ. Лешĕсем вара хăйсем пурăнакан вырăна кайнă.
(21) Çÿлхуçа Аннăна аса илнĕ, Анна йывăр çын пулса виçĕ ывăл та икĕ хĕр çуратса панă; çамрăк ача Самуил вара Çÿлхуçа патĕнче çитĕннĕ.
(22) Илий ĕнтĕ питĕ ватă пулнă, вăл хăйĕн ывăлĕсем Израиль çыннисем тĕлĕшпе мĕн хăтланни çинчен, вĕсем пуху чатăрĕн алăкĕ умне пухăнакан хĕрарăмсемпе çывăрни çинчен илтнĕ.
(23) Вăл вĕсене каланă: эсир мĕншĕн çакăн пек ĕçсем тăватăрха? эпĕ [Çÿлхуçанăн] пĕтĕм халăхĕнчен сирĕн çинчен япăх сăмах илтетĕп.
(24) Аван мар, ачамсем, эпĕ [сирĕн çинчен] илтекен сасхура лайăх мар, [ун пек ан тăвăр — эпĕ илтекен сасхура лайăх мар]; эсир Çÿлхуçа халăхне пăсатăр;
(25) эхер те этем этеме хирĕç çылăхлă ĕç тăвать пулсассăн, уншăн Турра кĕлтăваççĕ; эхер те этем Çÿлхуçана хирĕç çылăхлă ĕç тăвать пулсассăн, ун хутне кĕрекенни кам пулĕ? тенĕ. Анчах вĕсем ашшĕн сăмахне итлемен: Çÿлхуçа ĕнтĕ вĕсене вилĕм аллине пама шутланă.
(26) Çамрăк ача Самуил вара çитĕннĕçемĕн çитĕнсе пынă, ăна Çÿлхуçа та, çынсем те кăмăлланăçемĕн кăмăлланă.
(27) Илий патне Турă çынни килнĕ те каланă: Çÿлхуçа çапла калать: вĕсем Египетра, фараон çуртĕнче, пулнă вăхăтра Эпĕ санăн аçун килне курăнмарăми вара?
(28) Ăна пĕтĕм Израиль йăхĕнчен Хамăн священникăм пулма — Мана парне кÿрекен вырăн патне хăпартăр, фимиам тĕтĕртĕр, Ман умăмра ефод тăхăнса çÿретĕр тесе — суйласа илмерĕми? Израиль ывăлĕсем çунтарса кÿрекен мĕнпур парнерен Эпĕ санăн аçун килне пай парса тăмарăми?
(29) Мĕншĕнха эсир Ман патăма илсе килнĕ парнесене, тырăпулă парнине урăрпа таптатăр, Эпĕ вĕсене Хамăн çуртăм валли пулччăр тенĕччĕ, мĕншĕнха эсĕ хăвăн ывăлусене Манран маларах хуратăн, Манăн халăхăм — Израиль — илсе килнĕ малтанхи çимĕçсемпе самăрланатăн? тет, тенĕ.
(30) Çавăнпа ĕнтĕ Çÿлхуçа, Израиль Турри, акă мĕн калать: Эпĕ ун чухне: «санăн килÿ, санăн аçун килĕ ĕмĕрех Манăн куç умĕнче пулĕç» тенĕччĕ. Анчах халĕ Çÿлхуçа çапла калать: малашне ун пек пулмĕ, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ Хама мухтакансене мухтатăп, Мана хисепе хуманнисем вара хисепрен тухĕç.
(31) Акă Эпĕ санăн шăнăрна та, аçу килĕн шăнăрне те касса ярас кунсем çывăхараççĕ, апла санăн çуртунта [нихăçан та] ватă çын пулмĕ;
(32) Çÿлхуçа Израиле кăмăллать пулин те, эсĕ Манăн çуртăм юхăннине курăн, санăн килÿнте пурăнăç тăршшĕпех ватă çын пулмĕ.
(33) Хамăн парне вырăнĕ умĕнче ĕçлесе тăма Эпĕ санăн ăрăвунтан пĕр священник çеç хăварăп, анчах вăл суккăрланса ларĕ, халран кайса çитĕ; санăн пĕтĕм ăрăву вăтам çулсенчех вилсе пырĕ.
(34) Акă сана паллă паратăп: вăл санăн икĕ ывăлна, Офнипе Финееса, пырса тивĕ — иккĕшĕ те вĕсем пĕр кунра вилсе выртĕç.
(35) Хам валли вара шанчăклă священник лартăп; вăл Манăн чĕрем, Манăн чунăм ыйтнă пек туса тăрĕ; унăн килне те çирĕп тăвăп; вăл ĕмĕрĕ тăршшĕпех Эпĕ çу сĕрсе янăскерĕ умĕнче çÿрĕ;
(36) вара санăн килÿнте чĕрĕ юлнисенчен кашниех ун патне пĕр гера кĕмĕлшĕн, çăкăр татăкĕшĕн кĕлеме пырĕ: «тăранса пурăнмалăх пĕрпĕр Левит ĕçне явăçтарсам мана» тейĕ, тет.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
3
(1) Çамрăк ача Самуил ĕнтĕ Илий патĕнче Çÿлхуçана ĕçлесе пурăннă; ун чухне Çÿлхуçа сăмахĕ сайра пулнă, Турă курăнниуçса пани те тăтăшах пулман.
(2) Çав вăхăтра, Илий хăй вырăнĕнче выртнă чухне,— вăл тĕлĕре пуçланă ĕнтĕ, çавăнпа вăл курман та, —
(3) Турă çутаткăçĕ сÿнмен пулнăха, Самуил вара Турă арчи ларакан Çÿлхуçа Çуртĕнче выртнă;
(4) Çÿлхуçа Самуила чĕнсе каланă: [Самуил, Самуил!] Лешĕ хуравланă: эпĕ кунтах! тенĕ.
(5) Вара ача Илий патне чупса пынă та: эпĕ кунтах! эсĕ мана чĕнтĕн, тенĕ. Анчах лешĕ: эпĕ сана чĕнмен; каялла кайса вырт, тенĕ. Ача вара каялла кайса выртнă.
(6) Анчах Çÿлхуçа Самуила тепĕр хут чĕннĕ: [Самуил, Самуил!] Вăл тăнă та, Илий патне иккĕмĕш хут пырса: эпĕ кунтах! эсĕ мана чĕнтĕн, тенĕ. Анчах лешĕ: эпĕ сана чĕнмен, ывăлăм; каялла кайса вырт, тенĕ.
(7) Самуил унччен Çÿлхуçа сассине илтмен пулнăха, халиччен уншăн Çÿлхуçа сăмахĕ уçăлманха.
(8) Çÿлхуçа Самуила тата тепре, виççĕмĕш хут, чĕннĕ. Ача тăнă та, Илий патне пырса: эпĕ кунтах! эсĕ мана чĕнтĕн, тенĕ. Илий вара çак ачана Çÿлхуçа чĕннине ăнланса илнĕ.
(9) Илий Самуила каланă: каялла кайса вырт, [Чĕнекенĕ] хăвна чĕнсессĕн, эсĕ çапла кала: Çÿлхуçамăм, кала: Санăн чуру итлет, те, тенĕ. Самуил хăйĕн вырăнне кайса выртнă.
(10) Ентĕ Çÿлхуçа килнĕ, каллех Унăн сасси илтĕннĕ: Самуил, Самуил! Самуил вара: кала, [Çÿлхуçамăм,] Санăн чуру итлет, тенĕ. пÇÿлхуçа Самуила çапла каланă: акă Эпĕ Израильре пĕр ĕç тăвăп та, çавăн çинчен илтекенĕн икĕ хăлхи те янăраса кайĕ;
(12) çав кун Эпĕ Илий килĕ çинчен мĕн каланине йăлтах пурăнăçа килтерĕп; Эпĕ пуçлăп та вĕçлĕп;
(13) Эпĕ ăна пĕлтертĕм: вăл хăйĕн ывăлĕсем чыссăр ĕçсем тунине пĕлнĕ, анчах вĕсене çăварлăхламан, çав айăпшăн Эпĕ вĕсенĕн килне ĕмĕрлĕхе хаса паратăп, терĕм;
(14) çавăнпа тупа туса калатăп: Илий килĕн айăпне нимĕнле парне те, тырăпулă парни те ĕмĕрне те çырлахтарас çук.
(15) Самуил ирччен çывăрнă, [ирех тăнă та] Çÿлхуçа Çурчĕн алăкĕсене уçса янă; Самуил хăй курнине Илие пĕлтерме хăранă.
(16) Илий ăна хăех чĕнсе илнĕ: Самуил ывăлăм! тенĕ. Лешĕ: эпĕ кунтах! тенĕ.
(17) Илий çапла каланă: са на мĕн каланă? манран ан пытар; хăвна каланинчен эсĕ манран мĕн те пулин пытарас пулсассăн, Турă сана ăна та, кăна та кăтартĕ, тата ытларах та кăтартĕ, тенĕ.
(18) Самуил ăна йăлтах, нимĕн пытармасăр, каласа панă. Вара [Илий] каланă: Вăл — Çÿлхуçа; Хăй мĕн тăвас тет, çавна тăвать, тенĕ.
(19) Самуил ÿссе çитнĕ, Çÿлхуçа унпа пĕрлех пулнă; Самуила мĕн каланинчен пĕр сăмах та пурнăçланмасăр юлман.
(20) Çÿлхуçа Самуила пророк пулма суйласа илнине пĕтĕм Израиль — Данран пуçласа Вирсавия таранччен — пĕлнĕ.
(21) Самуила Силомра Хăйĕн сăмахĕ урлă Хăйне уçса панă хыççăн та Çÿлхуçа Силомра курăнма пăрахман. [Самуил Çÿлхуçа пророкĕ пулнине Израильре пур çĕрте те, çĕрĕн пĕр вĕçĕнчен пуçласа тепĕр вĕçне çитиех, ĕненме тытăннă. Илий ĕнтĕ питĕ ватăлса çитнĕ, унăн ывăлĕсем вара çаплах Çÿлхуçа умĕнче хăйсенĕн юрăхсăр çулĕпе çÿренĕ.] Самуил ĕнтĕ пĕтĕм Израильпе калаçнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
4
(1) [Филистимсем Израиль халăхĕпе çапăçма пуçтарăннă.] Израиль халăхĕ Филистимсене хирĕç вăрçă вăрçма тухнă, АвенЕзер патĕнче тапăр лартса чарăнса тăнă, Филистимсем Афек хули çывăхĕнче чарăнса тăнă.
(2) Филистимсем Израиль çыннисене хирĕç тăрса тухнă та, çапăçу пулса иртнĕ, Филистимсем Израиль халăхне парăнтарнă, вĕсем вăрçă хирĕнче тăватă пине яхăн çынна пĕтерсе тăкнă.
(3) Халăх тапăра таврăннă; вара Израилĕн аслă çыннисем каланă: Çÿлхуçа пире паян Филистимсен умĕнче мĕншĕн пĕтерсе тăкрĕха? Силомран Çÿлхуçанăн саккун арчине илсе килес, вăл пирĕнпе пĕрле пырĕ, пире хамăр тăшмансен аллинчен хăтарĕ, тенĕ.
(4) Вара Силома çынсем янă, вĕсем унтан херувимсем çинче ларакан Саваоф Çÿлхуçанăн саккун арчине илсе килнĕ; Турă саккунĕн арчипе пĕрле Илийĕн икĕ ывăлĕ, Офнипе Финеес, çитнĕ.
(5) Çÿлхуçа саккунĕн арчи тапăра пырса çитсессĕн, пĕтĕм Израиль çĕр чĕтренмелле хыттăн кăшкăрса янă.
(6) Филистимсем кăшкăрашу шавне илтнĕ те çапла каланă: еврейсен тапăрĕнче мĕншĕн çакăн пек вăйлă кăшкăрашаççĕха? тенĕ. Вара Çÿлхуçа саккунĕн арчи тапăра пырса çитнине пĕлнĕ.
(7) Филистимсем, хăраса ÿксе, каланă: вĕсем патне тапăра çав Турă килнĕ, тенĕ. Тата каланă: пире хуйхă çитрĕ! ун пекки ĕнер те, виçĕм кун та пулман, тенĕ;
(8) пире хуйхă çитрĕ! çак хăватлă Турă аллинчен пире кам хăтарĕ? Ку вăл шăпах пушхирте Египет çыннисене тем тĕрлĕ асаплантарса пĕтернĕ Турă;
(9) çирĕп тăрăр та паттăр пулăр, Филистимсем, еврейсем сирĕн патăрта чуралăхра пулнă пек, сирĕн хăвăрăн еврейсен аллине чуралăха кĕрсе ÿкмелле ан пултăр; паттăр пулăр та вĕсемпе çапăçăр, тенĕ.
(10) Çапăçнă вара Филистимсем, Израиль çыннисене çĕмĕрсе тăкнă, чĕрĕ юлнисем кашнийĕ хăйĕн чатăрне тарса пытаннă, вĕсем çав тери пысăк çухату тÿснĕ, Израиль çыннисенчен вăтăр пин çуран çын пĕтнĕ. пТурă арчине те туртса илнĕ, Илийĕн икĕ ывăлĕ Офнипе Финеес та вилнĕ.
(12) Вениамин йăхĕн пĕр çынни çапăçу хирĕнчен тарса тухнă та çав кунах Силома çитнĕ; çийĕнчи тумтирне вăл çуркаласа пĕтернĕ пулнă, пуçĕ çине вăл тусан сапнă пулнă.
(13) Вăл пырса çитнĕ чухне Илий хапха умĕнче, çул хĕрринчи ларкăч çинче, пăхса ларнă, мĕншĕн тесессĕн унăн чĕри Турă арчишĕн сехĕрленсечĕтресе тăнă. Çав этем хулана килсе хыпар тусассăн, пĕтĕм хула хыттăн ахлатса янă.
(14) Çапла кăшкăрнинейĕнине илтсессĕн, Илий каланă: мĕншĕн çапла шавлаççĕ? тенĕ. Çийĕнчех хайхи çын пырса тăнă та Илие пĕтĕмпех каласа панă.
(15) Илий ун чухне тăхăрвун саккăрта пулнă; ĕнтĕ унăн куçĕ те тĕксĕмленнĕ, курми пулнă.
(16) Çав çын Илие каланă: эпĕ тапăртан килтĕм, çапăçу хирĕнчен паян тартăм, тенĕ. Илий ăна: мĕн пулса иртрĕха, ывăлăм? тенĕ.
(17) Хыпарçă çапла хуравласа каланă: Изра иль ĕитĕ Филистимсенчен тарма пуçларĕ, халăха питĕ вăйлă хирсе тăкрĕç, санăн икĕ ывăлу та, Офнипе Финеес та, вилчĕç, Турă саккунĕн арчине туртса илчĕç, тенĕ.
(18) Турă саккунĕн арчийĕ çинчен илтсенех, Илий хапха умĕнчи ларкăч çинчен месерле кайса ÿксе çурăм шăммине хуçса пăрахнă та çавăнтах вилсе выртнă — вăл ĕнтĕ ватă та кÿпшеке пулнă. Вăл хĕрĕх çул хушши Израиль тÿри пулнă.
(19) Унăн кинĕ, Финеес арăмĕ, хальхаль çуратасла йывăр çын пулнă. Турă арчине туртса илни çинчен тата хăйĕн хуняшшĕпе упăшки вилсе кайни çинчен илтсессĕн, вăл чĕркуççи çине авăнса аннă та, пилĕк каснипе аптăраса ÿксе, çавăнтах çуратса панă.
(20) Вăл вилес умĕн ун тавра тăракан хĕрарăмсем ăна каланă: ан хăра, эсĕ ывăл çуратрăн, тенĕ. Анчах вăл чĕнмен, вĕсене тăна илмен.
(21) Ачине вăл Ихавод* тесе ят панă, мĕншĕн тесессĕн Турă арчине ярса илнине, хуняшшĕпе упăшки [вилнине] пĕлсессĕн, вăл: «Израильрен чап пăрăнчĕ» тенĕ.
(22) Вăл каланă: Израильрен чап пăрăнчĕ, мĕншĕн тесессĕн Турă арчине туртса илчĕç, тенĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
5
(1) Филистимсем Турă арчине туртса илнĕ те ăна АвенЕзер хулинчен Азот хулине илсе пынă.
(2) Филистимсем Турă арчине Дагона пуççапмалли çурта йăтса кĕнĕ, ăна Дагон кĕлетки çывăхне вырăнаçтарса лартнă.
(3) Азот çыннисем тепĕр кунхине ирех тăнă та, Дагон акă Çÿлхуçа арчи умĕнче ÿпне вырта парать. Вĕсем Дагона йăтса тăратнă та каллех хăй вырăнне лартнă.
(4) Вĕсем тепĕр кунне ирхине тăнă та, Дагон акă каллех Çÿлхуçа арчи умĕнче ÿпне выртать; Дагон пуçĕ, [икĕ ури тата] икĕ алли, касса пăрахнăскерсем, уйрăммăнуйрăммăн алăк урати çинче [выртнă], Дагонăн кÿлепи çеç юлнă.
(5) Çавăнпа Дагон апăсĕсем те, Азот хулине Дагон кĕлетки çуртне çÿрекенсем те паян кунчченех Дагон алăкĕн урати çине ура пусмаççĕ, [ун урлă ярса пусаççĕ].
(6) Çÿлхуçа алли Азот çыннисемшĕн йывăрланса çитнĕ, Вăл Азотра тата ун таврашĕнче пурăнакансене хĕн кăтартнă, вĕсене кутани çине тухнă шыçăмăкăль асаплантарнă, [çĕршывра тата шăши ĕрчесе кайнă, хулара хăрушла шуйханса ÿкнĕ].
(7) Çакна курсассăн Азот çыннисем каланă: Израиль Туррийĕн арчи пирĕн патăмăрта ан юлтăрах — Израиль Туррийĕн алли пирĕншĕн те, Дагон туррăмăршăн та йывăр, тенĕ.
(8) Вара вĕсем Филисти çĕрне тытса тăракансене пурне те хăйсем патне пуçтарнă та каланă: Израиль Туррийĕн арчипе пирĕн мĕн тумаллаши? тенĕ. [Геф çыннисем] каланă: эппин, Израиль Туррийĕн арчи [пирĕн патăмăра] ГЕфа куçтăр, тенĕ. Вара Израиль Туррийĕн арчине Геф хулине ăсатнă.
(9) Ăна ăсатнă хыççăн Геф хули çине Çÿлхуçа алли çитнĕ — ку питĕ хăрушă пулнă: Çÿлхуçа хулара пурăнакансене ваттинчен пуçласа вĕтти таранах çапса ÿкернĕ, пурин çине те шыçă тухса тулнă.
(10) Вĕсем Турă арчине Аскалон хулине ăсатнă; Турă арчи Аскалона пырса çитсессĕн, Аскалон çыннисем сехĕрленсех ÿкнĕ: Израиль Туррийĕн арчине кунта пире, пирĕн халăхăмăра вĕлерсе пĕтерес тесе илсе килчĕç, тенĕ. иВара çынсем ярса, Филисти çĕрне тытса тăракансене пурне те пуçтарнă та çапла каланă: Израиль Туррийĕн арчине каялла ăсатăр; вăл пире, пирĕн халăхăмăра вĕлерсе ан пĕтертĕр тесессĕн, ăна хăйĕн вырăнне тавăрмалла, тенĕ. Ентĕ пĕтĕм хулана вилĕмле хăрушлăх çавăрса илнĕ; [Израиль Туррийĕн арчи унта çитнĕ хыççăн] вĕсене Турă алли пусса тăнă.
(12) Вилсе пĕтейменнисем шыçăпа асапланнă, вĕсем сехĕрленсе кăшкăрни тÿпене çитиех çĕкленнĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
6
(1) Çÿлхуçа арчи Филисти çĕрĕнче çичĕ уйăх пулнă, [ĕнтĕ çав çĕрте шăши ĕрчесе тулнă].
(2) Филистимсем апăссене, тухатакансене [тата ăрăмçăсене] пухнă та çапла каланă: Çÿлхуçа арчипеле мĕн тумаллаши пирĕн? ăна хăй вырăнне мĕнле ăсатмаллине вĕрентĕрха пире, тенĕ.
(3) Лешĕсем каланă: эхер те эсир Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕн [халал] арчине каялла ярас тетĕр пулсассăн, ăна ахаль ан ярăр, Ăна ÿкĕнĕç парни кÿрĕр; вара сывалса çитĕр те Унăн алли сирĕн çинчен мĕншĕн сирĕлменнине пĕлĕр, тенĕ.
(4) Вара вĕсем: пирĕн Ăна мĕнле ÿкĕнĕç парни кÿмеллеши? тенĕ. Лешĕсем каланă: Филисти çĕрне тытса тăракансем миçен пулнине кура пилĕк ылтăн мăкăль тата пилĕк ылтăн шăши памалла, мĕншĕн тесессĕн эсир те, сире тытса тăракансем те пĕр асапах тÿснĕ;
(5) çапла вара хăвăра асаплантарнă шыçăмăкăльсен тата çĕре çаратса хăваракан шăшисен кĕлеткисене шăратса кăларăр та Израиль Туррине аслăласа мухтăр; тен, Вăл хăвăр çинче, сирĕн туррăрсем çинче тата сирĕн çĕрĕр çинче тытса тăракан аллине çăмăллатĕ;
(6) мĕншĕнха сирĕн хăвăр чĕрĕре Египет çыннисемпе фараон пек хаярлантармалла? ав ун чухне Çÿлхуçа вĕсене Хăйĕн вăйне кăтартрĕ те, вĕсем Израиль çыннисене кăларса ячĕç, лешĕсем кайрĕç;
(7) эсир тытăр та пĕр çĕнĕ çар урапи тăвăр, пуçласа пăруланă икĕ ĕне суйласа илĕр, халиччен вĕсене хăмăт тивмен пултăр, çав ĕнесене çар урапи кÿлĕр, пăрушĕсене, вĕсенчен уйăрса, килĕрте хăварăр;
(8) унтан Çÿлхуçа арчине илĕр те ăна çар урапи çине лартăр, Ăна ÿкĕнĕç парни кÿме хатĕрленĕ ылтăн япаласене ун айккине пĕр ещĕкпе лартса хурăр; кăларса ярăр ăна, кайтăрах;
(9) пăхсах тăрăр, эхер те вăл хăйĕн çĕрĕ енне, Вефсамис енне, каять пулсассăн, çак шутсăр усал ĕçе пире хирĕç вăл тунă; эхер те унталла каймасть пулсассăн, эпир пĕлсе тăрăпăр, пире асаплантараканни унăн алли пулман, ку асап пире ăнсăртран çитнĕ, тенĕ.
(10) Вара вĕсем çапла тунă: пуçласа пăруланă икĕ ĕне суйласа илнĕ те вĕсене çар урапи кÿлсе янă, вĕсен пăрушĕсене килĕсенче хăварнă; “Çÿлхуçа арчине та та ылтăн шăшисемпе мăкăль ĕренкисем тултарнă ещĕке çар урапи çине лартнă.
(12) Ĕнесем тÿрех Вефсамис çулĕ патнелле кайнă; пĕр çулпах пынă, мĕкĕрсе пынă, анчах сылтăмалла та, сулахаялла та пăрăнман; Филисти çулпуçĕсем вара вĕсем хыççăн Вефсамис чиккине çитиех пынă.
(13) Вефсамисра пурăнакансем çав вăхăтра айлăмра тулă вырнă, пăхнă та Çÿлхуçа арчине курах кайнă, ăна курсассăн савăнсах ÿкнĕ.
(14) Çар урапи Вефсамис çыннин Иисусăн хирне çитнĕ те тăпах чарăннă; кунта пысăк чул пулнă, çар урапине вутă валли вакласа тăкнă, ĕнисене пĕтĕмĕшпе çунтарса Çÿлхуçана парне кÿнĕ.
(15) Левитсем, Çÿлхуçа арчине тата унпа юнашар ларакан ылтăн япаласем тултарнă ещĕке йăтса антарса, çав пысăк чул çине лартнă; Вефсамисра пурăнакансем вара çав кунхине выльăх пусса Çÿлхуçана парне кÿнĕ, пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесем кÿнĕ.
(16) Çакна Филисти çĕрне тытса тăракан пилĕк пуçлăх курнă, çав кунах вĕсем Аккарона таврăннă.
(17) Филистимсем Çÿлхуçана кÿнĕ ÿкĕнĕç парнинчи çак ылтăн мăкăльсенчен пĕри Азотшăн, пĕри Газăшăн, пĕри Гефшăн, пĕри Аккароншăн пулнă;
(18) ылтăн шăшийĕсем вара Филисти хулисен шутне кура, вĕсене тытса тăракан пилĕк çын шутне кура, Çÿлхуçа арчине лартса хунă пысăк чул патне çити тăсăлакан çирĕплетнĕ хуласемпе уçă ялсен ятĕнчен пулнă. Çав чул паян кунчченех Вефсамис çыннин Иисусăн хирĕнче выртать.
(19) [Вефсамисра пурăнакан Иехонния ывăлĕсенĕн Çÿлхуçа арчине курнăшăн савăнмалла мар пулса тухнă.] Вефсамисра пурăнакансем Çÿлхуçа арчине уçауçа пăхнă, çавăншăн Вăл вĕсене хĕн кăтартнă, аллă пин те çитмĕл çынна пĕтерсе тăкнă; ĕнтĕ халăх макăрса янă, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа халăха шутсăр пысăк асап кăтартнă.
(20) Вара Вефсамисра пурăнакансем каланă: Çÿлхуçа умĕнче, çакă сăваплă Турă умĕнче, кам тăма пултарайĕ? пирĕн патăмăртан Вăл кам патне кайĕ? тенĕ.
(21) Вара вĕсем КириафИарим хулинче пурăнакансем патне элчĕсем янă, вĕсене: «Филистимсем Çÿлхуçа арчине тавăрса пачĕç; килĕр, ăна хăвăр патăра илсе кайăр» теме хушнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
7
(1) КириафИаримра пурăнакансем килнĕ те Çÿлхуçа арчине илсе кайнă, ăна Аминадав çуртне, сăрт çине, йăтса çитернĕ, Елеазара, унăн ывăлне, Çÿлхуçа арчине сыхлама хушнă.
(2) Çÿлхуçа арчи КириафИаримра юлнăранпа нумай вăхăт, пĕр çирĕм çул, иртнĕ. Пĕтĕм Израиль халăхĕ Çÿлхуçа енне çаврăннă.
(3) Самуил вара пĕтĕм Израиль халăхне çапла тесе каланă: эсир пĕтĕм чунчĕререн Çÿлхуçа енне çаврăнатăр пулсассăн, ют çĕр туррисемпе Астартăсене хăвăр хушшăртан хăваласа ярăр, хăвăр чĕрĕре Çÿлхуçана вырăнаçтарăр, пĕр Уншăн çеç ĕçлесе тăрăр, Вăл вара сире Филистимсен аллинчен хăтарĕ, тенĕ.
(4) Израиль ывăлĕсем Ваалсемпе Астартăсене хăваласа янă та пĕртенпĕр Çÿлхуçашăн çеç ĕçлесе пурăнма пуçланă.
(5) Каланă вара Самуил: Израиль çыннисене пурне те Массифа хулине пуçтарăр та, эпĕ сирĕншĕн Çÿлхуçана кĕлтăвăп, тенĕ.
(6) Вара Массифăна пуçтарăннă, шыв ăсса, Çÿлхуçа умне тăкнă, çав кун эпир Çÿлхуçа умĕнче çылăха кĕтĕмĕр тесе типĕ тытнă. Самуил Массифăра Израиль ывăлĕсен тавăçĕсене татса панă.
(7) Филистимсем Израиль ывăлĕсем Массифăна пухăннине пĕлсессĕн, Филисти çулпуçĕсем Израиле хирĕç кайнă. Çакăн çинчен илтсессĕн Израиль çыннисем Филистимсенчен хăраса ÿкнĕ.
(8) Ĕнтĕ Израиль ывăлĕсем Самуила каланă: пирĕншĕн Çÿлхуçа Туррăмăра тархаслама ан чарăн, Вăл пире филистимсен аллинчен çăлтăрччĕ, тенĕ. [Самуил каланă: эпĕ Çÿлхуçа Туррăмран хăпас çук, сирĕншĕн тархасласа кĕлтума чарăнас çук! тенĕ.]
(9) Самуил чĕчĕ ĕмекен пĕр путеке суйласа илнĕ те ăна [пĕтĕм халăхпа пĕрле] пĕтĕмĕшпе çунтарса Çÿлхуçана парне кÿнĕ, Самуил ĕнтĕ Çÿлху çана Израильшĕн тархасланă, ăна Çÿлхуçа илтнĕ.
(10) Самуил пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парне кÿнĕ чухне Филистимсем Израильпе çапăçма çитнĕ. Анчах çав кун Çÿлхуçа Филистимсен тĕлĕнче аслати сассиллĕн хăрушла кĕмсĕртеттерсе янă та вĕсене сехĕрлентерсе пăрахнă, вĕсем ĕнтĕ тарма пуçланă. пИзраиль çыннисем, Массифăран тапранса тухса, Филистимсене хыçалтан хăваласа кайнă, вĕсене Вефхор çывăхĕнчи вырăна çитичченех аркатса пынă.
(12) Самуил пĕр чул илнĕ те ăна Массифăпа Сен хушшине вырăнаçтарса лартнă, çавна вăл, АвенЕзер* тесе ят парса, çапла каланă: Çÿлхуçа пире çак вырăна çитиччен пулăшрĕ, тенĕ.
(13) Филистимсене çапла йăвашлатнă, вĕсем Израиль çĕрĕ çине çÿреме пăрахнă; Самуил пурăннă чухне Филистимсене Çÿлхуçа алли пусса тăнă.
(14) Филистимсем Израильрен туртса илнĕ хуласене, Аккаронран пуçласа ГЕфа çити, Израиле каялла тавăрса панă, Израиль вĕсемпе чикĕллĕ çĕрсене те Филисти аллинчен хăтарнă, Израильпе аморрейсем хушшинче тăнăçлăх пуçланнă.
(15) Самуил ĕнтĕ пурăнăçĕ тăршшĕпех Израиль тÿри пулнă:
(16) çултан çулах вăл Вефиль, Галгал тата Массифа хулисене çитсе çаврăнса тухнă, çавăнти мĕнпур вырăнта Израиле сут тунă;
(17) кайран вăл Рамăна таврăннă, мĕншĕн тесессĕн унăн килĕçурчĕ çавăнта пулнă, унта вăл Израиле сут тунă, унта вăл Çÿлхуçана парне кÿмелли вырăн туса лартнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
8
(1) Ватăлса çитсессĕн, Самуил хăйĕн ывăлĕсене Израиль тÿрисем пулма лартнă.
(2) Унăн аслă ывăлĕн ячĕ — Иоиль, иккĕмĕш ывăлĕн ячĕ вара — Авия; вĕсем Вирсавия хулинчи тÿресем пулнă.
(3) Анчах унăн ывăлĕсем унăн çулĕпе çÿремен, мул енне сулăннă, парнесем илнĕ, тĕрĕс мар сут тунă.
(4) Вара Израилĕн аслă çынни * Пулăшу чулĕ. сем пухăннă та Самуил патне Рамăна пынă,
(5) каланă ăна: акă эсĕ ватăлса çитрĕн, анчах санăн ывăлусем санăн çулупа çÿремеççĕ; апла пире патша лартса пар, ытти халăхсенни пек, вăл пире сут туса тăтăр, тенĕ.
(6) Çак сăмах — вĕсем: пире патша пар, пире çавă сут туса тăтăр тени — Самуила килĕшмен. Самуил вара Çÿлхуçана кĕлтунă.
(7) Çÿлхуçа Самуила каланă: халăх хăвна мĕн каланине пурне те итле: вĕсем сана мар сивлерĕç, Мана сивлерĕç, вĕсене Эпĕ патша пулни кирлĕ мар;
(8) вĕсем паянхи кун та унчченхи пекех тăваççĕ; Эпĕ вĕсене Египетран илсе тухрăм, вĕсем вара, Мана пăрахса, урăх турăсемшĕн ĕçлесе пурăнчĕç, сан тĕлĕшрен те вĕсем çапла хăтланаççĕ;
(9) эппин, итле вĕсене; анчах хăйсене тытса тăрас патшанăн ирĕкĕ çинчен пĕлтер, тенĕ.
(10) Самуил хăйĕнчен патша ыйтакан халăха Çÿлхуçанăн мĕнпур сăмахне каласа кăтартнă, икаланă вара: сире тытса тăрас патшанăн ирĕкĕ акă мĕнле пулать: вăл сирĕн ывăлăрсене илĕ те хăйĕн çар урапийĕсем çумне тăратĕ, вĕсене хăйĕн юланутçисем туса хурĕ, вĕсем унăн çар урапийĕсем умĕнче чупса пырĕç;
(12) вĕсене вăл пинпÿсемпе алпÿсем туса лартĕ, вĕсем унăн хирĕсене сухалĕç, унăн тыррине вырĕç, ун валли вăрçă кăралĕ тата çар ураписем тăвĕç;
(13) сирĕн хĕрĕрсене хăй валли сĕрĕш хатĕрлеттерĕ, апатçимĕçпе çăкăр пĕçерттерĕ;
(14) сирĕн хирĕрсене, сирĕн иçĕм пахчийĕсене, çу йывăççи пахчисене чи лайăххисене илĕ те вĕсене хăйĕн тарçисене парĕ;
(15) сирĕн хирĕрсем, иçĕм пахчийĕсем кÿрекен çимĕçрен вуннăмĕш пайне илĕ те ăна хăйĕн хайранĕсемпе тарçисене парĕ;
(16) сирĕн чурăрсемпе хăрхăмăрсене, чи лайăх яш ачăрсене, ашакăрсене суйласа илĕ, вĕсемпе хăйĕн ĕçĕсенче усă курĕ;
(17) вак выльăхăртан вуннăмĕш пайне илĕ, эсир хăвăр та унăн чурисем пулса тăрăр;
(18) çавăн чухне вара хăвăр валли суйласа илнĕ патшана пула ахлатса йĕретĕр эсир; Çÿлхуçа сире ун чухне нимĕн те хуравламĕ, тенĕ.
(19) Анчах халăх Самуила итлеме килĕшмесĕр çапла каланă: çук, пирĕнпе патша хуçалантăр,
(20) эпир те ытти халăхсем пекех пулăпăр: пире хамăрăн патша сут туса тăрĕ, пирĕн умра çÿрĕ, пирĕн çапăçусене ертсе пырĕ, тенĕ.
(21) Самуил халăх мĕн каланине пурне те итлесе пĕтернĕ те ăна Çÿлхуçа илтмелле каласа панă.
(22) Çÿлхуçа Самуила çапла каланă: вĕсем мĕн каланине итле, вĕсем валли патша лартса пар, тенĕ. Самуил вара Израиль çыннисене каланă: кашнийĕ хăйĕн хулине кайтăр, тенĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
9
(1) Вениамин йăхĕнче Кис ятлă пĕр ятлăсумлă çын пулнă; вăл Авиил ывăлĕ пулнă, Авиил — Церон ывăлĕ, Церон — Бехораф ывăлĕ, Бехораф вара пĕр Вениамин çыннин Афийăн ывăлĕ пулнă.
(2) Унăн Саул ятлă ывăлĕ пулнă, вăл çамрăк та илемлĕ пулнă; Израиль ывăлĕсенчен унран илемлĕреххи никам та пулман; пĕтĕм халăх ун хулпуççийĕ çÿллĕш çеç пулнă.
(3) Кисăн, Саул ашшĕн, ама ашаксем çухалнă, вара Кис хăйĕн ывăлне Саула каланă: хăвпа пĕрле пĕр тарçă ил те ама ашаксене шырама кай, тенĕ.
(4) Саул ĕнтĕ Ефрем тăвĕ урлă иртнĕ, Шалиша çĕрĕ урлă иртнĕ, анчах выльăхне тупайман; кайран вĕсем Шаалим çĕрĕ урлă иртнĕ, ама ашаксем унта та пулман; вăл ĕнтĕ Вениамин çĕрĕ урлă иртнĕ, пĕрех тупайман.
(5) Цуф çĕрне çитсессĕн, Саул хăйпе пĕрле пулнă тарçăна каланă: каялла каяр, манăн атте, ама ашаксем çинчен шухăшлама пăрахса, пирĕншĕн пăшăрханма ан тытăнтăр, тенĕ.
(6) Анчах тарçи ăна каланă: акă çак хулара Турă çынни, хисеплĕ çын, пурăнать; вăл мĕн калани пĕтĕмпех пурăнăçланса пырать; çавăн патне кайса килер, тен, вăл пире каймалли çула кăтартса ярĕ, тенĕ.
(7) Саул хăйĕн тарçине каланă: эпир кайăпăрха, пирĕн çав çын валли мĕн илсе каясха? пирĕн хутаçра çăкăр та юлмарĕ, Турă çыннине парнелеме парне те çук; мĕн пурха пирĕн? тенĕ.
(8) Тарçи Саула каллех хуравласа каланă: акă манăн алăра чĕрĕк сикль кĕмĕл пур; ăна Турă çыннине парăп та, вăл пире çул кăтартса ярĕ, тенĕ.
(9) Халиччен Израильре кам та пулин Турăран ыйтса пĕлме кайнă чухне çапла каланă: «витĕркуран патне каяр» тенĕ: халĕ «пророк» теекенсене унччен «витĕркуран» тенĕ.
(10) Саул хăйĕн тарçине: эсĕ лайăх каларăн; кайрăмăр, тенĕ. Вара вĕсем Турă çынни пурăнакан хулана кайнă.
(11) Вĕсем тăвалла, хулана хăпарнă чухне шыв ăсма тухнă хĕрсене тĕл пулнă та вĕсенчен: кунта витĕркуран пури? тесе ыйтнă.
(12) Лешĕсем кусене хуравласа каланă: пур, авă вăл сан умăнта; анчах васка: хулана вăл паян килчĕ, мĕншĕн тесессĕн паян сăрт çинче халăх парне кÿрет;
(13) хулана çитсессĕн ăна тĕл пулма ĕлкĕретĕрха, вăл çав сăрт çине апата каяйманха; халăх вăл пымасăр апатланма пуçламасть, мĕншĕн тесессĕн кÿмелли парнене вăл пиллет те, чĕннĕ çынсем çавăн хыççăн тин апатланма пуçлаççĕ; кайăрах, халĕ ăна тĕл пулма ĕлкĕретĕрха, тенĕ.
(14) Вĕсем хулана кайнă. Хула варрине çитсессĕн, акă сăрт çине кайма тухнă Самуил вĕсене хирĕç пырать.
(15) Саул килсе çитиччен пĕр кун маларах Çÿлхуçа Самуила çапла пĕлтерсе каланă:
(16) ыран çак вăхăтра Эпĕ сан патна Вениамин çĕрĕ çинчен пĕр çынна илсе килĕп, эсĕ ăна Манăн халăхăма, Израиле, тытса тăраканĕ пулма çу сĕрсе яр, вăл Манăн халăхăма Филистимсен аллинчен хăтарĕ: Хамăн халăхăм йĕрсе йăлăнни Ман патăма çитрĕ, çавăнпа Эпĕ ун çине хĕрхенсе пăхрăм, тенĕ.
(17) Самуил Саула курсассăн, Çÿлхуçа ăна каланă: акă Эпĕ сана каланă çын; вăл Манăн халăхăма ертсе пырĕ, тенĕ.
(18) Саул хапха умĕнче тăракан Самуил патне пынă та унран çапла ыйтнă: калаха мана, витĕркуран çурчĕ ăçташи? тенĕ.
(19) Самуил вара Саула çапла хуравласа каланă: витĕркуранĕ эпĕ вăл, ман умран сăрт çине ут; эсир паян манпа пĕрле апатланăр, сана ирхине кăларса ярăп, хăвăн чĕрÿнте мĕн пуррине сана йăлтах каласа парăп;
(20) виçĕ кун маларах çухалнă ама ашакусем пирки ан пăшăрхан, вĕсем тупăннă. Израильре мĕн ăмсантараканни пурте кам валли пултăрха? Сан валли, санăн аçун килĕ валли мари? тенĕ.
(21) Саул çапла хуравласа каланă: ара, эпĕ Вениамин ывăлĕ мари? Манăн йăхăм Израиль ывăлĕсенĕн чи сахал йышлă йăхĕсенчен пĕри мари? Манăн ăрăвăм та Вениамин ăрăвĕсем хушшинче чи пĕчĕкки мари? Эсĕ мана мĕншĕн çапла калатăн? тенĕ.
(22) Самуил ĕнтĕ Саулпа унăн тарçине хăйпе пĕрле пÿлĕме илсе кĕнĕ, вĕсене чĕннĕ çынсем хушшине,— вĕсем вăтăра яхăн пулнă,— чи хисеплĕ вырăна лартнă.
(23) Самуил вара апат пĕçерекене каланă: эпĕ панă аша, «çакна ху патăнта тытса тăрха» тенĕ аша, илсе килха, тенĕ.
(24) Апат пĕçерекенĕ Саул умне пĕçĕ хурса панă. Вара [Самуил] каланă: çакна ятарласа хăварттарнă, хăвăн умна хур та çи — эпĕ халăх пухнă вăхăтран пуçласа çак таранчченех ăна сан валли упранă, тенĕ. Çапла Саул çав кун Самуилпа пĕрле апатланнă.
(25) Унтан вĕсем сăрт çинчен хулана аннă, Самуил Саулпа пÿрт витти çинче калаçса ларнă, [пÿрт витти çинчех Саул валли вырăн сарнă, вăл вара çывăрнă].
(26) Ирхине вĕсем çапла тăнă: шурăмпуç килсен, Самуил пÿрт витти çинчи Саула чĕнсе каланă: тăрах, эпĕ сана ăсатса ярăп, тенĕ. Саул тăнă, вара вĕсем Самуилпа иккĕшĕ кайма тухнă.
(27) Хула хĕррине çитнĕ чухне Самуил Саула çапла каланă: тарçуна калаха, вăл пирĕнтен маларах утса пытăр,— тарçи вара мала кайнă; — эсĕ халĕ чарăнса тăр, эпĕ сана Турă мĕн каланине пĕлтерĕп, тенĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
10
(1) Самуил йывăç çăвĕ тултарнă савăт илнĕ те çăвне Саул пуçĕ çине юхтарнă, унтан ăна чуптунă та çапла каланă: акă Çÿлхуçа сана Хăйĕн [Израильри] халăхне тытса тăраканĕ туса çу сĕрсе ярать, [эсĕ Çÿлхуçа халăхĕн патши пулăн, вĕсене хупăрласа тăракан тăшманĕсен аллинчен çăлăн, акă ĕнтĕ Çÿлхуçа сана Хăй халăхĕн патши пулма çу сĕрсе янине кăтартакан паллă]:
(2) ман патăмран кайсассăн, эсĕ Вениамин çĕрĕн чиккинче, Целцахра, Рахиль тупăклăхĕ çывăхĕнче, икĕ çынна тĕл пулăн, вĕсем сана калĕç: «эсĕ шыраса çÿренĕ ама ашаксем тупăнчĕç, халĕ ĕнтĕ аçу, ашакĕсем çинчен манса кайсах, сирĕншĕн пăшăрханать: мĕн пулчĕши ывăлăма? тет» тейĕç.
(3) Унтан татах малалла кайăн та Фавор юманлăхне çитĕн, çавăнта сана Турă патне Вефиле каякан виçĕ çын тĕл пулĕ: пĕри виçĕ качака путекки, тепĕри виçĕ çăкăр, виççĕмĕшĕ пĕр такмак эрех йăтса пырĕ;
(4) вĕсем сана саламлĕç, сана икĕ çăкăр парĕç, эсĕ çавна вĕсен аллинчен илĕн.
(5) Çавăн хыççăн эсĕ Турă сăрчĕ çине çитĕн, унта Филистимсен çар ушкăнĕ тăрать, [унта Филисти пуçлăхĕсем;] çавăнта хулана пырса кĕрсессĕн, сăрт çинчен анакан пророксен ушкăнне тĕл пулăн, вĕсем псалтирьпе тÿнкĕр, шăхличĕпе кĕсле тытнă, вĕсем Турра мухтаса юрлĕç;
(6) сан çине Турă Сывлăшĕ анĕ, эсĕ те вĕсемпе пĕрле Турра мухтаса аслăлăн, вара урăх çын пулса тăрăн.
(7) Сан тĕлĕшрен çак паллăсем тÿрре килсессĕн, хăвăн аллу мĕн тума пултарнине пĕтĕмпех ту: санпа пĕрле Турă пулĕ.
(8) Эсĕ Галгала манран маларах кай, эпĕ те унта сан патна пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнепе канăçлăх парни кÿме пырăп; мана хăвăн патна пырса çитиччен çичĕ кун кĕт, çавăн хыççăн эпĕ сана мĕн тумаллине кăтартса парăп, тенĕ.
(9) Кĕçех, Саул Самуил патĕнчен кайма тухсассăнах, Турă ăна урăх чĕре панă та, хайхи паллăсем çав кунах тÿрре килнĕ.
(10) Сăрт патне çитсессĕнех, акă вĕсене пророксен ушкăнĕ тĕл пулнă, ĕнтĕ Саул çине Турă Сывлăшĕ аннă, вăл вара вĕсемпе пĕрле Çÿлхуçана мухтаса юрланă. иĂна ĕнервиçĕмкун пĕлнĕ çынсем, вăл пророксемпе пĕрле Çÿлхуçана мухтаса юрланине курсассăн, халăх хушшинче пĕрпĕрне каланă: мĕн пулнă ку Кис ывăлне? Саул та пророкши вара? тенĕ.
(12) Çавăнта пулнисенчен пĕри çапла хуравласа каланă: лешĕсен ашшĕ камах тата? тенĕ. Çавăнпа «Саул та пророкши вара?» тени каларăш пулса юлнă.
(13) Вăл пророкла калаçма чарăннă та сăрт çине кайнă.
(14) Пиччĕшĕ Саула тата унăн тарçине каланă: эсир ăçта кайса çÿрерĕр? тенĕ. Вăл: ама ашаксене шырама, вĕсене тупайманнипе Самуил патне кĕтĕмĕр, тенĕ.
(15) Пиччĕшĕ Саула: калаха мана, сире Самуил мĕн каларĕ? тенĕ.
(16) Пиччĕшне Саул çапла каланă: вăл пире ама ашаксем тупăннă тесе пĕлтерчĕ, тенĕ. Самуил хăйне патша пуласси çинчен пĕлтернине пиччĕшне уçса паман вăл.
(17) Самуил халăха Массифăна Çÿлхуçа патне пуçтарнă та
(18) Израиль ывăлĕсене каланă: Израилĕн Çÿлхуçа Турри çапла калать: Эпĕ Израиле Египетран илсе тухрăм, сире Египет çыннисен аллинчен тата хăвăра пусмăрласа тăнă мĕнпур патшалăхсен аллинчен хăтартăм.
(19) Эсир вара халĕ хăвăра пĕтĕм инкексинкекĕртен, пĕтĕм хурлăхăртан хăтаракан Туррăра сивлерĕр, Ăна: «пире патша пар» терĕр. Апла халĕ Çÿлхуçа умне йăхăнйăхăн, ăрăвăнăрăвăн тăрса тухăр, тенĕ.
(20) Самуил Израилĕн мĕнпур йăхне пырса тăма хушнă, вара Вениамин йăхне шăпа тухнă.
(21) Унтан Вениамин йăхне ăрăвăнăрăвăн пырса тăма хушнă, вара Матри ăрăвне шăпа тухнă; унтан Матри ăрăвĕн арĕсене илсе пыраççĕ те Саулăн, Кис ывăлĕн, ятне каланă; ăна шыранă та — тупайман.
(22) Вара Çÿлхуçаран та ыйтнă: вăл кунта тата килети? тенĕ. Çÿлхуçа: авă вăл лавсем хушшине пытаннă, тенĕ.
(23) Чупса кайнă та ăна унтан илсе килнĕ, вăл халăх хушшине пырса тăнă, пĕтĕм çын ун хулпуççийĕ çÿллĕш çеç пулнă.
(24) Самуил пĕтĕм халăха çапла каланă: Çÿлхуçа кама суйласа илнине куратăри? пĕтĕм халăх хушшинче ун пекки урăх çук, тенĕ. Вара пĕтĕм халăх: сывă пултăр патша! тесе кăшкăрса янă.
(25) Самуил ĕнтĕ халăха патшанăн ирĕкĕ çинчен ăнлантарса панă, çакна вăл, кĕнекене çырса, Çÿлхуçа умне хунă. Халăха саланма хушнă, кашнийĕ хăйĕн килне кайнă.
(26) Саул та хăйĕн килне, Гивăна, кайнă; унпа пĕрле вара чĕрине Турă сĕртĕннĕ харсăр çынсем пынă.
(27) Юрăхсăр çынсем вара: пире çавă çăлĕи? тенĕ. Ăна тиркенĕ, ăна парне те сăйласа паман. Вăл çакна асăрхаман пек пулнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
11
(1) [Уйăха яхăн иртсессĕн] Аммон çынни Наас килсе çитнĕ те Галаадри Иавис хулине хупăрласа илнĕ. Иависра пурăнакансем пурте Нааса каланă: пирĕнпе килĕшÿ ту та, эпир сана пăхăнса тăрăпăр, тенĕ.
(2) Аммон çынни Наас вĕсене каланă: эпĕ сирĕнпе килĕшÿ тума пултаратăп, анчах эпир çакăншăн кашнийĕн сылтăм куçне чиксе шăтарăпăр, пĕтĕм Израиле намăса хăварăпăр, тенĕ.
(3) Ентĕ Иависăн аслă çыннисем ăна каланă: Израиль çĕрĕн кашни кĕтесне элчĕ яма çичĕ кунлăх вăхăт пар пире, эхер те пире никам та пулăшмасть пулсассăн, эпир сан патна тухăпăр, тенĕ.
(4) Элчĕсем Саул пурăнакан Гива хулине çитнĕ те çав сăмахсене халăха каласа панă; вара пĕтĕм халăх çухăрашма, макăрма пуçланă.
(5) Акă ĕнтĕ хиртен вăкăрĕсене хăваласа таврăнакан Саул çитнĕ те каланă: халăха мĕн пулнă, мĕншĕн макăраççĕ? тенĕ. Ăна Иавис çыннисен сăмахĕсене каласа кăтартнă.
(6) Çак сăмахсене илтсессĕн, Саул çине Турă Сывлăшĕ аннă, унăн çилли çулăм пек хыпса илнĕ;
(7) вара вăл икĕ вăкăр илнĕ те, вĕсене темиçе пая касса вакласа, çавна хайхи элчĕсем урлă Израиль çĕрĕн кашни кĕтесне çитернĕ, элчисен тата: Саулпа Самуил хыççăн кайман çыннăн вăкăрĕсем çакăн пек пулĕç тесе каламалла пулнă. Халăх Çÿлхуçаран хăраса ÿкнĕ, вара пурте пĕр çын пек кар çĕкленнĕ.
(8) Саул вĕсене Везек теекен вырăнта пăхса çаврăннă, Израиль ывăлĕсем виççĕр пин çын, Иуда арĕсем вăтăр пин çын тупăннă.
(9) Килсе çитнĕ элчĕсене каланă: Галаадри Иавис çыннисене çапла калăр: пулăшу сире ыран хĕвел ăшăтма пуçласан пулĕ тейĕр, тенĕ. Элчĕсем çакна Иавис çыннисене кайса пĕлтернĕ те, лешĕсем хĕпĕртенĕ.
(10) Иавис çыннисем [Нааса] каланă: ыран сирĕн пата тухăпăр, вара эсир пирĕн тĕлĕшрен хăвăр мĕн тăвас тенине тăвăр, тенĕ.
(11) Тепĕр кунне Саул халăха виçĕ ушкăна уйăрнă, вара вĕсем ирхи хурал вăхăтĕнче аммонсен тапăрне кĕрсе кайнă та кăнтăрлахи шăрăх çитиччен вĕсене пĕтĕмпех аркатса тăкнă; чĕрĕ юлнисем саланса пĕтнĕ, ĕнтĕ иккĕн пыракан та юлман.
(12) Çавăн чухне халăх Самуила каланă: «пирĕн патша Саул пулмаллаи?» теекенсем камсемччĕха вĕсем? парăр çав çынсене, эпир вĕсене вĕлерсе тухатпăр, тенĕ.
(13) Анчах Саул çапла каланă: çак кун никама та вĕлерме юрамасть, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа паян Израиле хăтарчĕ, тенĕ.
(14) Самуил халăха каланă: Галгала каяр та унта патшалăха çĕнетер, тенĕ.
(15) Пĕтĕм халăх Галгала кайнă, унта Çÿлхуçа умĕнче Саула патшана лартнă, Çÿлхуçа умĕнче канăçлăх парнисем кÿнĕ. Саулпа пĕтĕм Израиль халăхĕ унта питех те савăннăхавасланнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
12
(1) Самуил пĕтĕм Израиле çапла каланă: акă эпĕ, эсир мана мĕн каланине итлесе, сире валли патша лартрăм,
(2) акă ĕнтĕ патша сирĕн умăрта çÿрет; эпĕ вара ватăлтăм, кăвакартăм; манăн ывăлăмсем те сирĕнпе пĕрле; эпĕ çамрăклăхăмран пуçласа паянхи кунчченех сирĕн умăрта çÿрерĕм;
(3) акă вăл эпĕ; эхер те эпĕ камран та пулин вăкăрне илнĕ пулсассăн, ашакне илнĕ пулсассăн, кама та пулин кÿрентернĕ, хĕсĕрленĕ пулсассăн, камран та пулин парне илсе унăн тавăçне курмăш тунă пулсассăн, Çÿлхуçа умĕнче тата Вăл çу сĕрнĕ çын умĕнче мана хирĕç кÿнтелĕр, — эпĕ сире каялла тавăрса парăп, тенĕ.
(4) Хуравланă ăна: эсĕ пире кÿрентермен, хĕсĕрлемен, никамран та нимĕн те илмен.
(5) Вăл вĕсене каланă: эсир мана айăпламалли нимĕн те тупайманнине паян Çÿлхуçа курчĕ, Унăн çу сĕрсе янă çынни те курчĕ, тенĕ. Çынсем: чăн та курчĕç, тенĕ.
(6) Çакăн хыççăн Самуил халăха каланă: [кÿнтеленĕ —] Моисейпе Аарона çĕкленĕ, пирĕн аттесене Египет çĕрĕнчен илсе тухнă Çÿлхуçа, тенĕ.
(7) Халĕ вара ман ума тăрăр та, Çÿлхуçа умĕнче эпĕ сирĕнпе Вăл сирĕншĕн тата сирĕн аçăрсемшĕн тунă мĕнпур ырă ĕçе асăнса сутлашăп.
(8) Иаков Египета куçса килсессĕн, сирĕн аçăрсем Çÿлхуçана тархаслама пуçласассăн, Çÿлхуçа Моисейпе Аарона янă, вĕсем вара сирĕн аçăрсене, Египетран илсе тухса, çак вырăна вырăнаçтарнă.
(9) Анчах вĕсем хăйсенĕн Çÿлхуçа Туррине манса кайнă, Вăл вара вĕсене хăйсене хирĕç çапăçнă Сисара аллине, Асор çарпуçĕн аллине, панă, унтан Филистимсен аллине, Моав патшин аллине панă.
(10) Вĕсем ĕнтĕ Çÿлхуçана тархасланă: «эпир çылăха кĕтĕмĕр, Çÿлхуçана манса Ваалсемпе Астартăсене пуççапма пуçларăмăр, халĕ пире хамăр тăшмансен аллинчен хăтарсам, малашне эпир Сана пăхăнса пурăнăпăр» тенĕ,
(11) Çÿлхуçа вара, Иероваала, Варака, Иеффая тата Самуила ярса, сире хăвăра хупăрласа тăнă тăшмансен аллинчен хăтарнă, эсир ĕнтĕ пĕр шикленмесĕр пурăннă.
(12) Анчах эсир, хăвăра хирĕç Наас, Аммон патши, килнине курсассăн, мана каларăр: «пире патша тытса тăтăр» терĕр, ара, сирĕн Патшăр — Çÿлхуçа Туррăрçке.
(13) Акă ĕнтĕ вăл — хăвăр суйласа лартнă, хăвăр ыйтса илнĕ патша: акă Çÿлхуçа сире патша пачĕ.
(14) Эхер те Çÿлхуçаран хăратăр пулсан, Ăна пăхăнса тăратăр пулсан, Ăна итлетĕр пулсан, Çÿлхуçа хушнине хирĕçлеместĕр пулсан, хăвăр та, сире тытса тăракан патшăр та Çÿлхуçа Туррăр хыççăн çÿретĕр пулсан, [Çÿлхуçа алли сире хирĕç пулас çук];
(15) эхер те Çÿлхуçа сассине итлемесессĕн, Çÿлхуçа хушнине хирĕçлесессĕн, Çÿлхуçа алли, сирĕн аçăрсене хирĕç пулнă пекех, сире те хирĕç пулĕ.
(16) Халĕ акă тăрăр та Çÿлхуçа сирĕн куçăр умĕнче тăвакан аслă ĕçе курăр:
(17) тулă вырмалли вăхăт мари халĕ? Эпĕ акă Çÿлхуçана тархасласа чĕнĕп те, Вăл аслатипе çумăр ярса парĕ, эсир вара, хăвăр валли патша ыйтса, Çÿлхуçа умĕнче мĕн тери пысăк çылăх тунине пĕлсекурса тăрăр.
(18) Самуил ĕнтĕ Çÿлхуçана тархасласа чĕннĕ те, Çÿлхуçа çав кун аслатипе çумăр янă; пĕтĕм халăх Çÿлхуçапа Самуилран сехĕрленсе ÿкнĕ.
(19) Вара пĕтĕм халăх Самуила каланă: пирĕн вилсе пĕтес марччĕ — хăвăн чурусемшĕн Çÿлхуçа Турруна кĕлтусамччĕ; эпир ĕнтĕ, хамăр валли патша ыйтса, хамăрăн мĕнпур çылăх çумне тепĕр çылăх хушрăмăр, тенĕ.
(20) Самуил халăха çапла хуравланă: ан хăрăр, эсир ку çылăха турăр ĕнтĕ, анчах эсир Çÿлхуçаран çеç ан пăрăнăр, пĕтĕм чунчĕререн Çÿлхуçана пăхăнса тăрăр,
(21) ниме юрăхсăр турăсем хыççăн ан кайăр, вĕсем усă та кÿреймеççĕ, çăлаймаççĕ те: вĕсем — ăçтиçук çеç.
(22) Çÿлхуçа вара Хăйĕн халăхне Хăйĕн аслă ячĕшĕн пăрахмĕ: Çÿлхуçа сире Хăйĕн халăхĕ пулма суйласа илнĕ;
(23) эпĕ те, сирĕншĕн кĕлтума пăрахса, Çÿлхуçа умĕнче çылăха кĕмĕп, сире ырă та тĕрĕс çулпа пыма вĕрентĕп;
(24) анчах Çÿлхуçаран хăрăр, Уншăн чăннипех, пĕтĕм чунчĕререн, ĕçлесе тăрăр — Вăл сирĕншĕн мĕн тери аслă ĕçсем тунине эсир ĕнтĕ хăвăрах куратăр;
(25) эхер те эсир усал ĕç тăвас пулсассăн, хăвăр та, патшăр та пĕтетĕр.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
13
(1) Саул патшана ларнăранпа çулталăк иртнĕ, Израильре иккĕмĕш çул патшара ларнă чухне Саул Израиль çыннисенчен хăйне валли виçĕ пинне суйласа илнĕ:
(2) икĕ пинĕ Саулпа пĕрле Михмас хулинче тата Вефиль тăвĕ çин че пулнă, пннĕшĕ Ионафанпа пĕрле Вениамин çĕрĕнчи Гива хулинче пулнă; ытти халăха вăл хăйсен килĕсене янă.
(3) Ионафан Гивăра тăнă Филистимсен хурал ушкăнне аркатса тăкнă; Филистимсем çакăн çинчен илтнĕ. Саул вара: еврейсем илтчĕр! тесе, пĕтĕм çĕршывĕ тăрăх трупа кăшкăртса янраттарса тухнă.
(4) Саул Филистимсен хурал ушкăнне аркатса тăкни çинчен, ĕнтĕ Филистимсем Израиле курайми пулни çинчен пĕтĕм Израиль илтнĕ, вара халăх Саул патне Галгала пухăннă.
(5) Филистимсем те Израиле хирĕç вăрçă вăрçма пуçтарăннă: вăтăр пин çар урапи, ултă пинлĕ утлă çар тата тинĕс хĕрринчи хăйăр пĕрчи пек йышлă халăх; пынă та Михмасра БефАвенăн хĕвелтухăç енне тапăр лартса чарăнса тăнă.
(6) Израиль çыннисем, халăха хĕссе лартнине, хăйсем хăрушлăха кĕрсе ÿкнине курса, çĕр хăвăлĕсене, ту çурăкĕсене, чул хысакĕсем хушшине, пашнесене, шăтăксене тарса пытаннă;
(7) еврейсенчен хăшĕпĕри вара Иордан леш енне Гадпа Галаад çĕршывне каçса кайнă; Саул Галгалрах пулнăха, унпа пĕрле пулнă пĕтĕм халăх хăрасах ÿкнĕ.
(8) Вăл Самуил палăртса хунă вăхăта çичĕ кун кĕтнĕ, анчах Самуил Галгала пыман; вара халăх Саул патĕнчен тарма пуçланă.
(9) Саул ĕнтĕ çапла каланă: пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне валли тата канăçлăх парни валли палăртса хунисене ман патăма илсе килĕр, тенĕ. Вăл вара пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парне кÿнĕ.
(10) Вăл пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парне кÿнĕ çеç — акă Самуил пырса çитет; Саул ăна саламлама хирĕç тухнă.
(11) Анчах та Самуил: эсĕ мĕн турăн? тенĕ. Саул хуравланă: эпĕ хам патăмран халăх тарма пуçланине куртăм, эсĕ вара палăртса хунă вăхăтра çитеймерĕн, Филистимсем ав Михмаса пухăнчĕç;
(12) эпĕ ĕнтĕ çапла шухăшларăм: «Филистимсем хальхаль ман патăма Галгала çитĕç, эпĕ вара Çÿлхуçана çырлахтарман таха» терĕм, çавăнпа пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парне кÿме шут тытрăм, тенĕ.
(13) Самуил Саула каланă: Çÿлхуçа Турру хăвна мĕн хушнине итлемесĕр эсĕ япăх турăн, Ăна итленĕ пулсассăн халĕ Çÿлхуçа сана яланлăхах Израиль патши пулма çирĕплетнĕ пулĕччĕ;
(14) эсĕ ĕнтĕ ĕмĕрех патша пулаймăн: Çÿлхуçа Хăй валли Хăйĕн чĕри кăмăллакан ар тупĕ, Çÿлхуçа ăна Хăй халăхĕн çулпуçĕ пулма хушĕ, мĕншĕн тесессĕн эсĕ Çÿлхуçа хăвна мĕн хушнине тÿрре кăлармарăн, тенĕ.
(15) Самуил вара Галгалран Вениаминсен Гивине кайнă; [Саул та хăйпе пĕрле юлнă çынсемпе Галгалран Вениаминсен Гивине кайма тухнă, çавăн чухне вĕсене тăшман çарĕ тапăннă;] Саул хăйпе пĕрле пулнă çынсене шутласа пăхнă та, вĕсем ултçĕр çын пулнă.
(16) Саул хăйĕн ывăлĕпе Ионафанпа тата хăйсемпе пĕрле пулнă çынсемпе Вениаминсен Гивинче пытанса ларнă, [пăшăрханнă]; Филистимсем вара Михмасра тапăрпа тăнă.
(17) Çĕре тустармаçаратма Филистимсен тапăрĕнчен виçĕ çар ушкăнĕ тухнă: пĕри Офра енне, Суаль хутлăхне, кайнă,
(18) тепĕр ушкăнĕ Вефорон çулĕпе кайнă, виççĕмĕшĕ вара Цевоим айлăмĕн чикки еннелле, пушхирелле, кайнă.
(19) Израиль çĕрĕнче пĕр тимĕрçĕ те пулман, мĕншĕн тесессĕн Филисти çыннисем еврейсем хĕç е сăнă тăвасран хăранă.
(20) – (21) Израиль çыннисен суха тĕренĕ, кĕреçи, сенĕкĕ, пуртти катăлсассăнмăкалсассăн е шăчă вĕçне тÿрлетмелле пулсассăн, хăйсен суха тĕренне, кĕреçине, пурттине тата катмакне хăйрама Филистимсем патне çÿремелле пулнă.
(22) Çавăнпа та [Михмас] вăрçинче Саулпа тата Ионафанпа пĕрле пулнă халăхăн хĕç те, сăнă та пулман, вĕсем Саулпа Ионафанăн, унăн ывăлĕн, çеç пулнă.
(23) Ĕнтĕ Филистимсен малти ушкăнĕ Михмас каçми патне çитсе тухнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
14
(1) Пĕр кунхине Ионафан, Саул ывăлĕ, хăйĕн кăрал йăтса çÿрекен тарçине каланă: атя леш енне, Филистимсен тапăрĕ патне, каçатпăр, тенĕ. Ашшĕне вăл çакăн çинчен каламан.
(2) Саул ун чух не Гива хули хĕрринче, Мигрон теекен вырăнти нар йывăçĕ айĕнче, тăнă. Унпа пĕрле ултçĕре яхăн çын
(3) тата Ахия пулнă; Силомра Çÿлхуçа священникĕнче тăраканскер, ефод тăхăнса çÿрекенскер, Ахия вăл Иохаведпа пĕртăван Ахитув ывăлĕ пулнă, Ахитув — Финеес ывăлĕ, Финеес вара Илий ывăлĕ пулнă. Халăхĕ Ионафан кайнине пĕлмен те.
(4) Ионафан Филистимсен çар ушкăнĕ тăракан вырăна илсе тухакан çула шыранă тĕлте, пĕр енче те шĕвĕр ту хысакĕ, тепĕр енче те шĕвĕр ту хысакĕ пулнă: пĕрин ячĕ — Боцец, тепĕрин ячĕ — Сене;
(5) пĕр хысакĕ çурçĕр енчен Михмас еннелле, тепĕри кăнтăр енчен Гива еннелле тухса тăнă.
(6) Ионафан кăрал йăтса çÿрекен тарçине çапла каланă: атя çак ÿт кастарманнисен тапăрĕ енне каçатпăр; тен, пире Çÿлхуçа пулăшĕ: Çÿлхуçашăн нумай çын урлă çăласси те, сахал çын урлă çăласси те йывăр мар, тенĕ.
(7) Кăрал йăтса çÿрекенĕ хуравланă: чĕрÿ мĕн хушать, çавна ту; ăçта каяс килет, çавăнта кай, акă эпĕ санпа пĕрлех, тенĕ.
(8) Ионафан каланă: эпир çав çынсем патне каçăпăр та вĕсем пире курмалла пырса тăрăпăр;
(9) эхер те вĕсем пире: «эпир сирĕн патăра пыриччен чарăнса тăрăр» тесессĕн, эпир хамăр вырăнта чарăнса тăрăпăр та вĕсем патне хăпармăпăр;
(10) эхер те: «пирĕн патăмăра хăпарăр» тесессĕн, эпир хăпарăпăр — эппин, Çÿлхуçа вĕсене пирĕн алла панă; ку пире систернĕ паллă пулĕ, тенĕ. пВĕсем хăйсене филистимсен çарĕ асăрхамалла вырăна тăнă, лешĕсем: акă еврейсем хăйсем пытанса ларнă ту хушăкĕсенчен тухаççĕ, тенĕ.
(12) Ентĕ çар ушкăнĕнчи çынсем Ионафанпа унăн кăралне йăтса çÿрекен тарçине кăшкăрса каланă: пирĕн патăмăра хăпарăр, эпир сире пĕр сăмах калăпăр, тенĕ. Ионафан вара кăрал йăтса çÿрекен тарçине çапла каланă: ман хыççăн пыр — Çÿлхуçа вĕсене Израиль аллине пачĕ, тенĕ.
(13) Ионафан вара, аллиурипе çакланса, çÿлелле хăпарнă, кăрал йăтса çÿрекенĕ ун хыççăн пынă. Филистимсем акă Иона фан умне тăкăнма пуçланă, кăрал йăтса çÿрекенĕ вĕсене ун хыççăн пĕтерсе пынă.
(14) Ионафанпа унăн кăралне йăтса çÿрекенĕ пĕрремĕш хут тапăннă хыççăн хирте çирĕм çынна яхăн выртса юлнă, хирĕ вара икĕ вăкăр яра кун сухаласа пăрахакан лаптăкăн çурри пысăкăш пулнă.
(15) Ĕнтĕ Филистимсем — хиртисем те, тапăртисем те — пурте сехĕрленсе ÿкнĕ; таврари çĕре тустарсаçаратса çÿрекен чи малти çар ушкăнĕсем шуйханса ÿкнĕ [те çапăçасшăн пулман]; пĕтĕм çĕр кисреннĕ, Çÿлхуçа сехĕрлентерсе пăрахнă.
(16) Вениаминсен Гивинчи Саул хуралçисем çынсен ушкăнĕ унталла та кунталла, тĕллипаллисĕр чупкаланине асăрханă.
(17) Саул вара хăйпе пĕрле пулнă халăха çапла каланă: хăвăр хушшăрта тĕрĕслесепăхса тухăр, хамăр çынсенчен кам çуккине пĕлĕр, тенĕ. Пăхса тухнă та, акă Ионафанпа унăн кăралне йăтса çÿрекенĕ çукмĕн.
(18) Вара Саул Ахийăна: «Турă кивотне {Грексен куçарăвĕнче: ефод} илсе кил» тенĕ: Турă кивочĕ ун чухне Израиль ывăлĕсемпе пулнă.
(19) Саул священникпа калаçнă вăхăтра Филистимсен тапăрĕнчи шуйхашу ытларах та ытларах [сарăлса] вăйлансах кайнă. Саул вара священника: ĕнтĕ аллуна ус, тенĕ.
(20) Вара Саул тата унпа пĕрле пулнă пĕтĕм халăх хыттăн кăшкăрса янă та çапăçу вырăнне çитсе тухнă, унта хăрушла шуйхану пулса иртнĕ иккен: çывăх çынсем пĕрпĕрне хĕçпе чикечике пăрахнă.
(21) Вара ĕнервиçĕмкун Филистимсем патĕнче пулнă, вĕсен тапăрĕнче тăнă, вĕсемпе пĕрле çÿренĕ еврейсем те Саулпа тата Ионафанпа пĕрле пулнă Израиль çыннисем çумне хутшăннă;
(22) Ефрем тăвĕ çинче пытанса пурăннă Израиль çыннисем те, Филистимсем тарнине пĕлсессĕн, хăйсен халăхĕ çумне хутшăнса пĕрле çапăçнă.
(23) Çÿлхуçа çав кун Израиле çăлса хăварнă; çапăçу БефАвен патне çитиех тăсăлнă. [Саулпа вунă пин чухлĕ çын пулнă, çапăçу Ефрем тăвĕ çинчи хулара талккăшпех пынă.].
(24) Израиль çыннисем ĕнтĕ çав кун халтан кайса çитнĕ; анчах Саул [пĕр шухăшламасăр] халăха тупаласа çапла каланă: кам та кам каçчен, эпĕ хамăн тăшмансене тавăриччен, çăкăр тутанса пăхать, çавăн патне ылхан çитет, тенĕ. Вара пĕр çын та апат тутанса пăхман.
(25) Пĕтĕм халăх вăрмана кайнă, унти уçланкăра пыл пулнă.
(26) Вăрмана кĕрсен халăх: акă пыл юхать, тенĕ. Анчах ăна пĕри те тĕкĕнмен, мĕншĕн тесессĕн халăх тупана пăсасран хăранă.
(27) Ионафан вара, ашшĕ халăха тупаланине илтменскер, аллинчи патак вĕçĕпе караслă пыла пуçса илсе çăварне хыпнă, ĕнтĕ унăн куçĕсем çуталсах кайнă.
(28) Пĕр çынни ăна çапла тесе каланă: санăн аçу: «кам та кам паян апат тутанать, çавна ылхан çитет» тесе халăха тупаларĕ; çавăнпа ĕнтĕ халăх халтан кайрĕ, тенĕ.
(29) Вара Ионафан каланă: манăн атте çĕршыва хăратса пăрахнă; курха, эпĕ çак пыла кăштах тутанса пăхрăм та, куçăмсем çуталсах кайрĕç;
(30) халăх хăйĕн тăшманĕсем патĕнче тупнă тупăшпа апатланнă пулсассăн, эпир паян Филистимсене тата хытăрах аркатмастăмăрччĕи вара? тенĕ.
(31) Филистимсене çав кун Михмасран пуçласа Аиалона çитиех аркатса пынă, халăх халтан кайса çитнĕ.
(32) Халăх ĕнтĕ тупăш патне ыткăннă, сурăхсене, вăкăрсене, пăрусене ярса тытса çĕр çинчех пусса пăрахнă, халăх юнлă аш çинĕ.
(33) Саула çапла каласа пĕлтернĕ: акă халăх Çÿлхуçа умĕнче çылăха кĕрет, юнпах çиет, тенĕ. Саул каланă: эсир çылăха кĕтĕр; халĕ ман патăма пысăк чул кустарса килĕр, тенĕ.
(34) Унтан Саул каланă: халăх хушшине кайăр та калăр: кашниех хăйĕн вăкăрне, хăйĕн сурăхне ман патăма илсе килтĕр те çакăнта пустăр, вара çийĕрех, Çÿлхуçа умĕнче çылăха ан кĕрĕр, юнпа ан çийĕр, тенĕ. Вара çĕрле кашнийĕ хăйĕн аллипе хăйĕн вăкăрне [е хăйĕн сурăхне] çавăтса пынă та çавăнта пуснă.
(35) Саул Çÿлхуçана парне кÿмелли вырăн тунă: ку вăл Саул Çÿлхуçа ячĕпе тунă парне кÿмелли вырăнсенчен пĕрремĕшĕ пулнă.
(36) Саул каланă: Филистимсене çĕрле йĕрлесе кайăпăр, вĕсене тул çутăличчен тустарăпăр, пĕр чĕрĕ çын та хăвармăпăр, тенĕ. Ăна: хăвна мĕнле лайăх пек туйăнать, çавăн пек ту, тенĕ. Анчах та священник: Турăран ыйтар, тенĕ.
(37) Саул вара Турăран ыйтнă: манăн Филистимсене йĕрлесе каймаллаши? вĕсене Израиль аллине парăнши? тенĕ. Анчах Вăл çав кун ăна хуравламан.
(38) Вара Саул каланă: халăх пуçлăхĕсем пурте кунта килччĕр те халĕ кам çылăхлине тĕпчесе пĕлччĕр;
(39) Израиле çăлса хăварнă Çÿлхуçа чĕрĕ, эхер те Ионафан ывăлăм çылăхлă пулса тухсассăн, вăл та вилетех, тенĕ. Анчах пĕтĕм халăх хушшинчен ăна пĕр çын та хуравламан.
(40) Саул вара пĕтĕм Израиль çыннине каланă: эсир пĕр енне тăрăр, эпир — Ионафан ывăлăмпа иксĕмĕр — тепĕр енне тăрăпăр, тенĕ. Халăх ăна: хăвна мĕнле лайăх пек туйăнать, çавăн пек ту, тенĕ.(41) Саул каланă: эй Çÿлхуçа, Израиль Турри! [мĕншĕнха Эсĕ паян Хăвăн чуруна хуравламарăн? çавăн айăпĕ манраши е Ионафан ывăлăмраши? эй Çÿлхуçа, Израиль Турри!] паллă парсамччĕ. [Эхер те Хăвăн халăху, Израиль, айăплă пулсассăн, тасатсамччĕ ăна, тенĕ.] Айăпĕ Ионафанпа Саул çинче пулнă, халăх тÿрре тухнă.
(42) Унтан Саул çапла каланă: халĕ манпа Ионафан ывăлăм хушшинче шăпа ярăр, [Çÿлхуçа кам ятне асăнать, çавă вилтĕр, тенĕ. Халăх Саула: ун пек ан пултăр! тенĕ. Анчах Саул хăйĕн сăмахĕ çинех тăнă. Вара унпа Ионафан хушшинче шăпа янă,] шăпа Ионафана тухнă.
(43) Саул ĕнтĕ Ионафана: калаха мана, эсĕ мĕн турăн? тенĕ. Ионафан ăна çапла каласа панă: эпĕ хамăн аллăмри патак вĕçĕпе кăштах пыл астиврĕм; акă ĕнтĕ манăн вилмелле, тенĕ.
(44) Саул каланă: Турă мана ун пек те, кун пек те тутăр, тата ытларах та тутăр; Ионафан, санăн паян вилмелле! тенĕ.
(45) Анчах халăх Саула каланă: Израиле çакăн пек хăватлăн çăлса хăварнă Ионафанăн вилмеллеи? Кун пекки пулас çук! Çÿлхуçа чĕрĕ, унăн пĕр çÿç пĕрчийĕ те çĕре ÿкмĕ, мĕншĕн тесессĕн вăл паян Турăпа пĕрле çÿрерĕ, тенĕ. Халăх Ионафана çăлса хăварнă, вăл вилмен.
(46) Саул Филистимсене йĕрленĕ çĕртен каялла таврăннă; Филистимсем хăйсенĕн вырăнне кайнă.
(47) Саул хăйĕн патшалăхне, Израиле, çирĕплетнĕ, таврари тăшманĕсемпе — Моавпа, Аммон çыннисемпе, Эдомпа [тата Вефорпа], Сова патшисемпе, Филистимсемпе — çапăçнă, пур çĕрте те, кирек кама хирĕç кайсассăн та, тытăçу уншăн ăнăçлă вĕçленнĕ.
(48) Çар пухса, Амалика парăнтарнă, Израиле ăна çаратакансен аллинчен ирĕке кăларнă.
(49) Саулăн çак ывăлсем пулнă: Ионафан, Иессуи тата Мелхисуа; хĕрĕсем вара: асли — Мерова ятлă, кĕçĕнни — Мелхола ятлă.
(50) Саул арăмĕ Ахиноамь ятлă пулнă, вăл Ахимаац хĕрĕ пулнă; унăн çарпуçĕ — Авенир, вăл Саул ашшĕпе пĕртăван Нирăн ывăлĕ пулнă.
(51) Саул ашшĕ Кис тата Авенир ашшĕ Нир вара Авиил ывăлĕсем пулнă.
(52) Саул вăхăтĕнче пĕр вĕçсĕр Филистимсене хирĕç çапăçнă. Пĕрпĕр тĕреклĕ те вăрçмаçапăçма пултаракан çынна курсассăн, Саул ăна хăй патне илнĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
15
(1) Самуил Саула каланă: мана Çÿлхуçа сана Хăйĕн халăхĕн, Израилĕн, патши пулмашкăн çу сĕрсе яма хушса ячĕ, халĕ Çÿлхуçа сăмахне итле.
(2) Саваоф Çÿлхуçа çапла калать: Эпĕ Амалик Израиле мĕн тунине, вăл Египетран килнĕ чухне унăн çулĕ çинче ăна мĕнлерех хирĕç тăнине аса илтĕм;
(3) халĕ кай та Амалика [тата Иерима] аркатса тăк, унăн мĕн пуррине пĕтĕмпех пĕтер; [вĕсем патĕнче хăвна валли нимĕн те ан ил, анчах унăн мĕн пуррине пĕтĕмпех тĕп ту, тупала;] ăна хĕрхенсе ан тăр, упăшкинчен пуçласа арăмĕ таранах, яш ачаран пуçласа кăкăр ачи таранах, вăкăрĕнчен пуçласа сурăхĕ таранах, тĕвинчен пуçласа ашакĕ таранах вĕлерсе тух.
(4) Саул халăх пухнă, Телаим хулинче вĕсене шутласа пăхнă та, Израиль халăхĕнчен — икçĕр пин çуран çын, Иуда йăхĕнчен вара вунă пин çын пулнă.
(5) Саул ĕнтĕ амаликсем пурăнакан хулана çитнĕ те айлăмра пытанса тăнă.
(5) Киней çыннисене Саул çапла каланă: Амалик хушшинчен кайăр эсир, уйрăлăр вĕсенчен, манăн сире унпа пĕрле пĕтерсе тăкас марччĕ, мĕншĕн тесессĕн эсир Израиль халăхĕ Египетран килнĕ чухне вĕсемшĕн ырă пултăр, тенĕ. Киней çыннисем ĕнтĕ Амалик хушшинчен уйăрăлса тухнă.
(7) Саул вара Амалика Хавила хулинчен пуçласа Египет çывăхĕнчи Сур тăрăхне çитичченех аркатса тăкнă;
(8) Агага, Амалик çĕрĕн патшине, чĕррĕн ярса тытнă, халăхне пĕтĕмпех хĕçпе вĕлерсе тухнă, [Иерима та вĕлернĕ].
(9) Анчах Саул та, халăх та Агага тата унăн чи лайăх сурăхĕсене, вăкăрĕсене, самăртнă путекĕсене тата мĕн лайăххине хĕрхеннĕ те пĕтерес темен, кирлех мар япăх япалисене çеç тĕп тунă.
(10) Самуила Çÿлхуçаран çакăн пек сăмах пулнă: иЭпĕ Саула патшана лартнăшăн ÿкĕнетĕп: вăл Манран пăрăнчĕ, Манăн сăмаха пурăнăçа килтермерĕ, тенĕ. Самуил хурланса ÿкнĕ, çĕрĕпех Çÿлхуçана чĕнсе тархасланă.
(12) Самуил ирхине ирех тăнă та Саулпа тĕл пулма кайнă. Самуила çакна пĕлтернĕ: Саул Кармил хулинче пулнă, вăл унта хăйĕн палăкне лартнă, [анчах унтан çар урапине каялла янă та] хăй Галгала аннă, тенĕ.
(13) Самуил Саул патне пырсассăн, Саул ăна каланă: Çÿлхуçа пиллетĕр сана! эпĕ Çÿлхуçа хушнине турăм, тенĕ.
(14) Самуил ăна каланă: мĕн ку — манăн хăлхана сурăхсем макăрни илтĕнет, эпĕ вăкăрсем мĕкĕрнине илтетĕп, тенĕ.
(15) Саул каланă: вĕсене Амалик патĕнчен хăваласа килчĕç, халăх чи лайăх сурăхсемпе вăкăрсене хĕрхенчĕ, вĕсене санăн Çÿлхуçа Турруна парне кÿмешкĕн хăварчĕ; ыттине ĕнтĕ эпир тĕппипех пĕтертĕмĕр, тенĕ.
(16) Самуил Саула каланă: тăхта, эпĕ сана Çÿлхуçа мана çĕрле мĕн каланине калам, тенĕ. Саул ăна: кала, тенĕ.
(17) Вара Самуил каланă: ху Израиль йăхĕсен патши пулса тăнă чухне, Çÿлхуçа сана Израиль патши пулма çу сĕрсе янă чухне эсĕ хăвна ху пĕчĕк çын вырăнне çеç хуманччĕиха?
(18) Çÿлхуçа сана: «Кай та йĕркесĕр амаликсене тĕппипе пĕтермелле тупала, вĕсене хирĕç пурне те вĕлерсе пĕтеричченех çапăç» тесе, çула кăларса ячĕ.
(19) Мĕншĕнха эсĕ Çÿлхуçа каланине итлемерĕн, тупăш çине сиксе ÿкрĕн, Çÿлхуçа куçĕ умĕнче усал ĕç турăн? тенĕ.
(20) Саул Самуила каланă: эпĕ Çÿлхуçа каланине итлерĕм, эпĕ Çÿлхуçа янă çула тухса кайрăм, Агага, амаликсен патшине, илсе килтĕм, Амалика вара тĕп турăм;
(21) тупаланă тупăшран, сурăхсемпе вăкăрсенчен, халăх чи лайăххине санăн Çÿлхуçа Турруна Галгалта парне кÿме илсе килчĕ, тенĕ.
(22) Самуил çапла хуравланă: пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парнепе ытти парнесем Çÿлхуçашăн Хăйĕн сăмахне итленĕ пекех кăмăллăши вара? Кÿнтем пулни парнерен лайăхрах, Турра пăхăнни сурăх çăвĕнчен аванрах:
(23) пăхăнманни — ăрăм ĕçĕ пекех çылăх, хирĕç тăни — йĕрĕхе пуççапнипе пĕрех; эсĕ Çÿлхуçа сăмахĕнчен пăрăнтăн, çакăншăн Вăл та санран пăрăнчĕ: ку çын [Израиль] патши ан пултăр терĕ.
(24) Саул Самуила каланă: эпĕ çылăха кĕтĕм — Çÿлхуçа хушнинчен тата санăн сăмахунтан иртрĕм; эпĕ халăхран хăрарăм, çавăнпа ăна итлерĕм;
(25) халĕ ман çинчен çылăхăма сирсемччĕ, манпа пĕрле пырсамччĕ: эпĕ Çÿлхуçана [санăн Турруна] пуççапам, тенĕ.
(26) Самуил Саула хуравланă: эпĕ санпа пĕрле пымастăп, мĕншĕн тесессĕн эсĕ Çÿлхуçа сăмахĕнчен пăрăнтăн, çакăншăн Çÿлхуçа та санран пăрăнчĕ: ку çын Израиль патши ан пултăр терĕ, тенĕ.
(27) Самуил каялла кайма çаврăн нă. Анчах [Саул] ăна тумтирĕ аркинчен ярса тытнă та çурсах янă.
(28) Самуил ĕнтĕ çапла каланă: халĕ Çÿлхуçа санран Израиль патшалăхне туртса илчĕ те ăна санăн çывăх çыннуна, санран лайăхраххине, пачĕ;
(29) Израилĕн Шанчăкĕ суя сăмах та каламасть, ÿкĕнмест те: ÿкĕнмешкĕн Вăл — çын мар, тенĕ.
(30) [Саул] каланă: эпĕ çылăха кĕтĕм, анчах эсĕ халăхăмăн аслă çыннисем умĕнче тата Израиль умĕнче мана чыс тусамччĕ, манпа пĕрле пырсамччĕ, эпĕ вара санăн Çÿлхуçа Турруна пуççапăп, тенĕ.
(31) Самуил вара Саулпа пĕрле кайнă, Саул Çÿлхуçана пуççапнă.
(32) Унтан Самуил: ман патăма Агага, Амалик патшине, илсе килĕр, тенĕ. Ун патне чĕтрекен Агаг пырса тăнă, каланă вара Агаг: вилĕм асапĕ иртсе кайрĕ ĕнтĕ? тенĕ.
(33) Анчах Самуил каланă: санăн хĕçÿ арăмсене ачасăр тăратса хăварнă пек, санăн аннÿ те ытти арăмсем хушшинче ывăлĕсĕр тăрса юлтăр, тенĕ. Самуил вара Галгалта Çÿлхуçа умĕнче Агага касса пăрахнă.
(34) Самуил Рамăна тухса кайнă, Саул вара Саул Гивине, хăйĕн килне, кайнă.
(35) Хăйĕн вилĕм кунĕ çитичченех Самуил Саулпа урăх курнăçман; анчах Саулшăн куляннă вăл, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Саула Израиль патши туса лартнăшăн ÿкĕннĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
16
(1) Çÿлхуçа Самуила каланă: хăçанччен эсĕ Саулшăн кулянса пурăнăн? Эпĕ унран вăл Израиль патши ан пултăр тесе пăрăнтăм. Мăйракуна йывăç çăвĕ тултар та кай; Эпĕ сана Вифлеем çынни Иессей патне яратăп: унăн ывăлĕсем хушшинче Эпĕ Хам валли патша пăхса хутăм, тенĕ.
(2) Самуил каланă: мĕнле кайăпха эпĕ? Саул илтĕ те мана вĕлерĕ, тенĕ. Çÿлхуçа каланă: кĕтÿрен пăру илсе çавăтса кай та: «эпĕ Çÿлхуçана парне кÿме килтĕм» те;
(3) парне кÿме Иессее [тата унăн ывăлĕсене] чĕн; Эпĕ сана тата мĕн тумаллине пĕлтерĕп, эсĕ вара Ман валли Эпĕ кăтартнăскере çу сĕрсе ярăн.
(4) Самуил Çÿлхуçа каланă пек тунă. Вифлеем патне çитсессĕн, ăна хирĕç хулан аслă çыннисем, шикленсе ÿкнĕскерсем, тухнă та каланă: эсĕ тăнăç шухăшпах килтĕни? тенĕ.
(5) Вăл хуравланă: тăнăç шухăшпа, эпĕ Çÿлхуçана парне кÿме килтĕм; тасалăр та манпа пĕрле парне кÿме пырăр, тенĕ. Вăл Иессейпе унăн ывăлĕсене тасалăх тивлечĕ кÿнĕ те вĕсене парне кÿнĕ çĕре чĕннĕ.
(6) Лешĕсем пырса тăрсассăн, вăл Елиава курнă та: тĕрĕс, çакă ĕнтĕ Çÿлхуçанăн çу сĕрсе ямалли çынни! тенĕ.
(7) Анчах Çÿлхуçа Самуила каланă: унăн сăнпитне, унăн кĕрнеклĕхне ан пăх; Эпĕ ăна йышăнмарăм; Эпĕ çын пăхнă пек пăхмастăп: çын питкуç çине пăхать, Çÿлхуçа чĕре çине пăхать, тенĕ.
(8) Иессей вара Аминадава чĕнсе илнĕ те ăна Самуил патне илсе пырса тăратнă, Самуил: Çÿлхуçа куна та суйламан, тенĕ.
(9) Иессей Саммана çавăтса пынă, Самуил: Çÿлхуçа куна та суйламан, тенĕ.
(10) Çапла Иессей Самуил патне хăйĕн çичĕ ывăлне те çавăтса пынă, анчах Самуил Иессее каланă: Çÿлхуçа çаксенчен нихăшне те суйламан, тенĕ. пĔнтĕ Самуил Иессее каланă: пур ачи те кунтаи? тенĕ. Иессей хуравланă: тата чи кĕçĕнни пурха; вăл сурăх кĕтет, тенĕ. Самуил Иессее каланă: çын ярса чĕнсе кил ăна: вăл кунта килмесĕр эпир апат çиме лармастпăр, тенĕ.
(12) Иессей çын ярса чĕнтерсе килнĕ ăна. Вăл сарă çÿçлĕ, хитре куçлă, евĕк сăнпитлĕ пулнă. Каланă вара Çÿлхуçа: тăр та ăна çу сĕрсе яр, мĕншĕн тесессĕн ку шăпах çавă пулать, тенĕ.
(13) Самуил йывăç çăвĕ тултарнă мăйракине илнĕ те ăна пиччĕшĕсем умĕнче çу сĕрсе янă, çав кунран пуçласа Давид çинче яланах Çÿлхуçа Сывлăшĕ пулнă; Самуил вара Рамăна тухса кайнă.
(14) Саулран вара Çÿлхуçа Сывлăшĕ уйăрăлнă, Çÿлхуçа ирĕкĕпе ăна усал сывлăш пăлхатнă.
(15) Хăйĕн тарçисем Саула çапла каланă: сана Турă ирĕкĕпе усал сывлăш пăлха тать;
(16) пирĕн хуçамăр хăй умĕнче тăракан тарçисене кĕсле ăстайлă калама пĕлекен çын шырама хуштăр; Турă ирĕкĕпе сан патна усал сывлăш килсессĕн, вăл кĕсле каласа сана лăплантарĕ, тенĕ.
(17) Саул хăйĕн тарçисене хуравланă: эппин, кĕсле лайăх калакан çын тупăр та ăна ман патăма илсе килĕр, тенĕ.
(18) Çавăн чухне унăн пĕр тарçи каланă: акă эпĕ Вифлеем çыннин Иессейĕн ывăлне, кĕсле калама пĕлекенскере, куртăм. Вăл харсăр та хăюллă, калаçасса та ăслă-тăнлă калаçать, тата кĕрнеклĕ, Çÿлхуçапа пĕрле çÿрекен çын вăл, тенĕ.
(19) Саул вара, Иессей патне хыпарçăсем ярса, ăна: ДАвида, кĕтÿ кĕтекен ывăлна, ман патăма яр тесе калама хушнă.
(20) Иессей ĕнтĕ ашакĕ çине çăкăрпа пĕр такмак эрех хурса тата пĕр качака путекки парса ДАвида, хăйĕн ывăлне, Саул патне янă.
(21) Давид ĕнтĕ Саул патне çитнĕ те уншăн ĕçлесе пурăнма тытăннă, Саул ăна питех те килĕштернĕ, Давид унăн кăралне йăтса çÿрекенĕ пулса тăнă.
(22) Саул вара, Иессей патне çын ярса, çапла калама хушнă: Давид ман патăмрах ĕçлесе тăтăр — эпĕ ăна кăмăлларăм.
(23) Турă ирĕк панипе Саула усал сывлăш тапăнсассăн, Давид, кĕслине алла тытса, кĕвĕ каланă, вара Саул хăйне хаваслăрах та аванрах туйнă, ун чухне унран усал сывлăш та хăпнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
17
(1) Филистимсем вăрçă вăрçма çар пухнă та Иудейăри Сокхоф хулине пуçтарăннă, Сокхофпа Азек хушшинчи ЕфесДаммим хулинче тапăр лартса чарăнса тăнă.
(2) Саулпа Израиль çыннисем Юман айлăмĕнче вырăнаçнă та Филистимсемпе çапăçма хатĕрленсе тăнă.
(3) Филистимсем пĕр енчи ту çинче, Израиль çыннисем тепĕр енчи ту çинче тăнă, вĕсем хушшинче айлăм пулнă.
(4) Филистимсен тапăрĕнчен Голиаф ятлă кĕрешÿçĕ, Геф çынни, тухнă, пĕвĕпе вăл — ултă чике те пĕр шит çÿллĕш.
(5) Пуçĕнче — пăхăр калпак; хăй чĕлпĕк пăхăр тум тăхăннă, çав пă хăр тумĕ унăн пилĕк пин сикль тайнă;
(6) уринче — пăхăр чĕркуççилĕх, çурăмĕ хыçĕнче — пăхăр хулкан;
(7) унăн сăннин аври — пир тĕртекенсен хивси пек; тимĕр сăнни хăй çеç ултçĕр сикль тайнă, ун умĕнче кăрал йăтса çÿрекенĕ пынă.
(8) Çавă тăнă та Израильсен çарне çапла кăшкăрса каланă: эсир мĕншĕн çапăçма тухрăр? Эпĕ Филистим мари, эсир Саул чурисем мари? Хăвăр хушшăртан пĕр çын суйласа илĕр те, çавă ман патăма антăр;
(9) вăл манпа çапăçаять, мана вĕлереет пулсассăн, эпир сирĕн чурăрсем пулăпăр; эхер те эпĕ çĕнтеретĕп пулсассăн, ăна вĕлеретĕп пулсассăн, эсир пирĕн чурасем пулатăр та пирĕншĕн ĕçлесе тăратăр, тенĕ.
(10) Филисти çынни тата çапла каланă: паян эпĕ Израиль çарне намăс кăтартăп; мана çын тупса парăр, тытăçăпăр иксĕмĕр, тенĕ. “Саулпа Израиль çыннисем çак сăмахсене илтнĕ те питĕ хăраса, сехĕрленсе ÿкнĕ.
(12) Давид вăл Ефрафа çыннин Иессейĕн ывăлĕ пулнă. Иессей Иуда хулинче Вифлеемра пурăннă, унăн сакăр ывăл пулнă; çав çын Саул пурăннă вăхăтра ватăлса çитнĕ те арсем хушшинче чи асли шутланнă.
(13) Иессейĕн виçĕ аслă ывăлĕ Саулпа пĕрле вăрçа кайнă; вăрçа кайнă виçĕ ывăлĕн ячĕсем: асли — Елиав, ун хыççăнхи иккĕмĕшĕ — Аминадав, виççĕмĕшĕ — Самма;
(14) Давид вара чи кĕçĕнни пулнă. Аслисенчен виççĕшĕ Саулпа пĕрле кайнă;
(15) Давид Саул патĕнчен каялла Вифлеема ашшĕн сурăхĕсене кĕтме таврăннă.
(16) Çав Филистим ир те, каç та тухатуха калаçнă, çапла хĕрĕх кун хушши каппайланнă.
(17) Иессей ДАвида, хăйĕн ывăлне, каланă: пиччÿсем валли пĕр Ефа типĕтнĕ тĕш тырă тата вунă çăкăр ил те хăвăртрах тапăра пиччÿсене леçсе пар;
(18) ку вунă чăкăтне пинпĕве леçсе пар та пиччÿсен сывлăхĕ çинчен, вĕсене мĕн кирли çинчен ыйтса пĕл, тенĕ.
(19) Саул та, вĕсем те, мĕнпур Израиль çынни те Юман айлăмĕнче пулнă, Филистимсене хирĕç çапăç ма хатĕрленнĕ.
(20) Давид ирхине ирех тăрса сурăхĕсене хуралçăна шанса панă та çĕклемне илсе, хăйне Иессей хушнă пек, çула тухнă; вăл лавсем патне пырса çитнĕ, ĕнтĕ çав вăхăтра çар йĕркеленсе тăнă пулнă, кăшкăрашса, çапăçăва хатĕрленнĕ.
(21) Израиль çыннисемпе Филистимсем пĕрпĕрне хирĕç йĕркеленсе тăнă.
(22) Давид хăйĕн çĕклемне лавсен хуралçине парса хăварнă та çар ĕречĕсем патнелле чупса кайнă, унта çитсессĕн хăйĕн пиччĕшĕсене саламланă.
(23) Акă вăл вĕсемпе калаçнă хушăра Голиаф ятлă кĕрешÿçĕ, Геф хулинчи Филистим, Филистимсен ĕретĕнчен мала тухса тăрать те унччен каланă сăмахсенех калать, вĕсене Давид та илтнĕ.
(24) Çав çынна курса, Израиль çыннисем пурте аяккалла тарнă: вĕсем унран шутсăр хăранă.
(25) Израиль çыннисем каланă: çак калаçакан çынна куратăри? Вăл Израиле мăшкăл кăтартасшăн калаçать. Эхер те ăна кам та пулин вĕлерес пулсассăн, патша çав çынна пысăк пуянлăх парнеленĕ пулĕччĕ, вăл ăна хăйĕн хĕрне те качча парĕччĕ, унăн ашшĕн килне те Израильре ирĕклĕ тăвĕччĕ, тенĕ.
(26) Давид хăйпе пĕрле тăракан çынсене каланă: çак Филистима вĕлерекене, Израиле намăсран хăтаракана мĕн тăвĕç? чĕрĕ Туррăн çарне çапла мăшкăллама çак ÿт кастарман Филистим камах вара вăл? тенĕ.
(27) Халăх ăна паçăрхи сăмахсенех каланă: ăна вĕлерекен çынна çавçав кĕтет, тенĕ.
(28) Елиав, Давидăн аслă пиччĕшĕ, вăл çынсемпе мĕн калаçнине илтнĕ те, ДАвида çилленсе, çапла каланă: эсĕ кунта мĕншĕн килтĕн, нумаях та мар сурăхсене пушхирте кама шанса хăвартăн? Эпĕ санăн мăнкăмăллăхна, путсĕр чĕрÿне пĕлетĕп, эсĕ кунта çапăçнине курма килнĕ, тенĕ.
(29) Давид ĕнтĕ: мĕн турăмха эпĕ? калаçрăм çеç мари? тенĕ.
(30) Вăл пиччĕшĕнчен тепĕр çын еннелле çаврăнса тăнă та çав сăмахсенех каланă, халăх ăна унчченхи пекех хуравланă.
(31) Çынсем Давид мĕн каланине илтнĕ те çав сăмахсене Саула каласа панă, лешĕ ăна хăй патне чĕнтернĕ.
(32) Давид вара Саула каланă: çав çынна пула никам та хавшаса ан ÿктĕр; санăн чуру çав Филистимпа çапăçма тухĕ, тенĕ.
(33) Анчах Саул ДАвида çапла каланă: эсĕ çав Филистима хирĕç тухма пултараймастăн, унпа çапăçаймастăн: эсĕ яш ача çеçха, вăл вара çамрăкранпах çар çынни, тенĕ.
(34) Давид Саула каланă: санăн чуру ашшĕ патĕнче сурăх кĕтнĕ, хăш чухне унта çапла та пулкаланă: арăслан е упа пыратчĕ те кĕтÿрен сурăха тытса каятчĕ,
(35) эпĕ ун хыççăн чупаттăмччĕ, ăна тапăнса, унăн çăварĕнчине туртса илеттĕмччĕ; вăл ман çине сиксе ÿксессĕн, эпĕ ăна çилхинчен ярса илеттĕмччĕ те çĕклесе çапаттăмччĕ, вĕлерсех пăрахаттăмччĕ;
(36) санăн чуру арăслана та, упана та вĕлернĕ, çак ÿт кастарман Филистима та çавах кĕтет, мĕншĕн тесессĕн вăл чĕрĕ Туррăн çарне мăшкăллать. [Израиле ан мăшкăллатăр тесе, манăн каяс мари, ăна тĕп тăвас мари? Камах ĕнтĕ çав ÿт кастарман çын?] тенĕ.
(37) Давид татах каланă: мана арăсланпа упаран хăтарнă Çÿлхуçа мана çак Филистимран та хăтарĕ, тенĕ. Саул вара ДАвида: кай, Çÿлхуçа санпа пĕрле пултăр, тенĕ.
(38) Саул ДАвида хăйĕн тумтирне тумлантарнă, пуçне пăхăр калпак тăхăнтартнă, тата ăна тимĕр тум та тăхăнтартнă.
(39) Тумĕ çийĕн, пилĕкĕнчен, Давид унăн хĕçне çакса янă та каллĕмаллĕ уткаласа çÿренĕ, мĕншĕн тесессĕн вăл кун пек çар тумне хăнăхман пулнă; Давид ĕнтĕ Саула çапла каланă: эпĕ кун пек тумпа çÿрейместĕп, эпĕ хăнăхман, тенĕ. Давид вара çакна йăлтах хывса пăрахнă.
(40) Вăл хăй туйине тытнă, çырмаран пилĕк яка чул суйласа илнĕ, вĕсене хăй çумĕнчи кĕтÿç хутаççине чикнĕ; хутаçпа та аллинчи чулравпа филистима хирĕç тухнă.
(41) Филистим та вырăнтан хускалнă, Давид патнелле çывăхарса пынă, ун умĕнче кăрал йăтса çÿрекенĕ пынă.
(42) ДАвида курсассăн, Филистим ун çине йĕрĕнсе пăхса илнĕ, мĕншĕн тесес сĕн Давид çапçамрăк, сарă çÿçлĕ, хитре сăнпитлĕ пулнă.
(43) Филистим ĕнтĕ Давида каланă: мĕн эсĕ мана хирĕç патакпа [та чулпа] килетĕн? эпĕ йытă-им? тенĕ. [Давид: эсĕ йытăран та япăхрах, тенĕ.] Филистим вара ДАвида хăйĕн туррисен ячĕпе ылханнă.
(44) Филистим ДАвида тата çапла каланă: ман патăма килха, эпĕ санăн ÿтне тÿпери кайăксемпе хирти тискер кайăксене пăрахса парăп, тенĕ.
(45) Давид Филистима çапла хуравланă: эсĕ мана хирĕç хĕçпе, сăнăпа тата хулканпа килетĕн, эпĕ вара сана хирĕç эсĕ хурланă Саваоф Çÿлхуçа, Израиль çарĕсен Турри, ячĕпе пыратăп;
(46) паян Çÿлхуçа сана манăн аллăма парĕ, эпĕ сана вĕлерĕп те пуçна касса татăп, [санăн виллÿне тата] Филистимсен çарĕнчи çынсен виллисене тÿпери кайăксемпе çĕр çинчи тискер кайăксене пăрахса парăп, вара пĕтĕм çĕр Израильре Турă пуррине пĕлĕ;
(47) çак пĕтĕм эшкер те курĕ: Çÿлхуçа хĕçпе те сăнăпа хăтармасть, мĕншĕн тесессĕн ку вăл Çÿлхуçа вăрçи, Вăл сире пирĕн алла тытса парĕ, тенĕ.
(48) Филистим Давид патнелле çывăхарма пуçласассăн, Давид васкасах тăшман çарĕ еннелле, Филистима хирĕç, чупса пынă.
(49) Вăл, аллине хутаçа чиксе, унтан чул илнĕ те чулравне тытса чĕвве янă, Филистима çамкаранах лектернĕ, чулĕ çамкине çĕмĕрсе кĕрсех ларнă, вăл вара ÿпне кайса ÿкнĕ.
(50) Филистима Давид çапла чулравпа та чулпа çĕнтернĕ, Филистима тĕл тивертсе вĕлернĕ; Давид аллинче хĕç пулман.
(51) Унтан Давид чупса пынă та, Филистим çине урипе пусса, унăн хĕçне йĕннинчен туртса кăларнă, хĕçпе сулса ярса, унăн пуçне касса татнă; Филистимсем вара, хăйсен паттăрĕ вилнине курсассăн, тарма пуçланă.
(52) Ĕнтĕ Израильпе Иуда арĕсем кар çĕкленнĕ те хавассăн кăшкăрса янă, Филистимсене вĕсем айлăма çитичченех, Аккарон хапхи патне çитичченех хăваласа кайнă. Хĕç айне пулнă Филистимсем Шаарим çулĕ çинче Гефпа Аккарона çитичченех вырт са юлнă.
(53) Филистимсене хăваланă хыççăн Израиль ывăлĕсем каялла таврăннă та вĕсен тапăрне çаратса тухнă.
(54) Давид ĕнтĕ Филистим пуçне илнĕ те ăна Иерусалима кайса панă, унăн кăралне хăйĕн чатăрне хунă.
(55) Саул, Давид Филистима хирĕç тухнине курсассăн, Авениртан, хăйĕн çарпуçĕнчен, çапла ыйтнă: Авенир, ку яш ача кам ывăлĕ пулать? тенĕ. Авенир: патшамăм, санăн чуну сывă пултăрах; эпĕ пĕлместĕп, тенĕ.
(56) Патша каланă: апла пулсан ыйтса пĕл, ку яш ача кам ывăлĕ пулать? тенĕ.
(57) Давид Филистимсене çĕнтерсе каялла килнĕ чухне Авенир ăна Саул патне илсе пынă, Давид аллинче Филистим пуçĕ пулнă.
(58) Саул унран ыйтнă: кам ывăлĕ пулатăн эсĕ, яш ачам? тенĕ. Давид каланă: Вифлеемра пурăнакан Иессей чурун ывăлĕ пулатăп, тенĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
18
(1) Давид Саулпа калаçса пĕтерсессĕн, Ионафанăн чунĕ Давид чунĕ çумне çыпçăннă, Ионафан ăна хăйĕн чунне юратнă пекех юратса пăрахнă.
(2) Çав кун Саул ДАвида хăй патне илсе кайнă, ăна ашшĕ килне таврăнма ирĕк паман.
(3) Ионафан Давидпа килĕшÿ тунă, мĕншĕн тесессĕн ăна хăйĕн чунне юратнă пекех юратса пăрахнă.
(4) Ионафан хăйĕн çиелти тумтирне ДАвида хывса панă, ăна хăйĕн ытти тумтирне те, хĕçне те, уххине те, пиçиххине те панă.
(5) Саул ăна кирек ăçта ярсассăн та, Давид пур çĕрте те ĕçе ăслă-тăнлă тунă, Саул вара ăна çар çыннисен пуçлăхĕ туса хунă; çакна пĕтĕм халăх та, Саул тарçисем те ырланă.
(6) Израиль çарĕ Давид Филистима çĕнтернĕ хыççăн каялла таврăннă чухне Израильри пур хуларан та хĕрарăмсем Саул патшана хирĕç савăнăçлăн юрласа та ташласа, тÿнкĕр те кимвал çапса тухнă.
(7) Ентĕ кĕвĕ калакан хĕрарăмсем çапла кăшкăракăшкăра илнĕ: Саул — пиншер çынна, Давид вуншарвуншар пин çын на çĕнтерчĕ!
(8) Саул кулянсах ÿкнĕ, çак сăмах уншăн кăмăллă пулман, вăл ĕнтĕ: ДАвида вуншар пин, мана вара пиншер анчах пачĕç; ăна патшалăх кăна çитмест, тенĕ.
(9) Çав кун хыççăн Саул Давид çине шанмасăр пăхма пуçланă.
(10) Тепĕр кунне çакăн пек пулса тухнă: Турă ирĕкĕпе Саула усал сывлăш тапăннă та, вăл килĕнче тилĕрсеурса çÿренĕ, Давид вара, ытти кунсенчи пекех, кĕсле каланă; Саул аллинче сăнă пулнă. пСаул, ДАвида стена çумне пăталаса лартас тесе, сăнăпа пенĕ; анчах Давид икĕ хутчен пăрăнса ĕлкĕрнĕ.
(12) Саул вара Давидран хăрама пуçланă, мĕншĕн тесессĕн унпа пĕрле Çÿлхуçа пулнă, Саулран Çÿлхуçа пăрăннă.
(13) Саул ăна хăйĕнчен аяккарах пăрнă, ăна пинпÿ туса хунă, Давид вара халăхпа тухсакĕрсе çÿреме пуçланă.
(14) Давид пур ĕçе те ăслă-тăнлă туса пынă, унпа пĕрле Çÿлхуçа пулнă.
(15) Саул вăл питех те ăслă-тăнлă пулнине курса унран хăранă.
(16) ДАвида пĕтĕм Израильпе Иуда юратнă, мĕншĕн тесессĕн вăл вĕсем хушшине тухса çÿренĕ.
(17) Саул ДАвида каланă: акă манăн аслă хĕрĕм Мерова; эпĕ ăна сана качча парăп, эсĕ вара ман патăмра паттăрри пул та Çÿлхуçа вăрçисене ертсе пыр, тенĕ. Саул çапла шухăшланă: ун çинче манăн аллăм ан пултăр, Филистимсен алли пултăр, тенĕ.(18) Анчах та Давид Саула çапла каланă: патша кĕрÿшĕ пулмашкăн кам эпĕ, манăн пурăнăçăмпа ман аттемĕн йăхĕ мĕнех вăл Израильре? тенĕ.
(19) Мерована, Саул хĕрне, ДАвида качча пама вăхăт çитсессĕн вара ăна Мехола çыннине Адриэла качча панă.(20) Анчах ДАвида Саулăн тепĕр хĕрĕ, Мелхола, юратса пăрахнă; çакăн çинчен Саула пĕлтерсессĕн, ку хыпар уншăн кăмăллă пулнă.
(21) Саул çапла шухăшланă: ăна ДАвида качча парсассăн, вăл Давидшăн серепе пулĕ, вара Давид çинче Филистимсен алли пулĕ, тенĕ. Ентĕ Саул ДАвида каланă: эсĕ манпала тепĕр хĕрĕм урлă тăванланăн, тенĕ.
(22) Саул хăйĕн тарçисене çапла хушнă: ДАвида вăрттăн калăр: акă сана патша кăмăллать, сана унăн пĕтĕм тарçи те юратать; эппин, патша кĕрÿшĕ пул тесе систерĕр, тенĕ.
(23) Саул тарçисем çак сăмаха Давид хăлхине çитернĕ. Давид каланă: патша кĕрÿшĕ пуласси сирĕншĕн çăмăл пек туйăнать-им? эпĕ — чухăн, ахаль çын çеç, тенĕ.
(24) Тарçисем Саула каласа панă: Давид акă мĕн калать, тенĕ.
(25) Саул каланă: ДАвида акă çапла пĕлтерĕр: патшана хулăм кирлĕ мар, вăл тăшманĕсене тавăрасшăн, çавăнпа Филистимсен çĕр çыннин хĕрринчи ÿтне кастарнисĕр пуçне урăх нимĕн те ыйтмасть, тейĕр, тенĕ. Саул ĕнтĕ ДАвида Филистимсен аллипе пĕтерме шутланă.
(26) Патша тарçисем çакна ДАвида каласа панă та, вăл патша кĕрÿшĕ пулас шухăша килĕштернĕ.
(27) Палăртнă кунсем çитичченех Давид хăйĕн çыннисемпе пĕрле кайнă та Филистимсен икçĕр çыннине вĕлерсе вĕсен хĕрринчи ÿтне касса илсе килнĕ, патша кĕрÿшĕ пулас тесе, çавна пурне те патша патне илсе пынă. Вара Саул ăна хăйĕн хĕрне Мелхолăна качча панă.
(28) Саул ĕнтĕ Çÿлхуçа Давидпа пĕрле пулнине [тата ăна пĕтĕм Израиль юратнине], ДАвида Саул хĕрĕ Мелхола та юратнине курсапĕлсе тăнă.
(29) Саул Давидран тата хытăрах хăрама пуçланă, вăл пĕтĕм пурăнăçĕ тăршшĕпех унăн тăшманĕ пулса тăнă.
(30) Филисти çулпуçĕсем вăрçа тухсан, вăрçăн малтанхи кунĕсенченех Давид хăйне Саулăн мĕнпур тарçинчен ăслă-тăнлăрах кăтартнă, унăн ячĕ вара çав тери чапа тухнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
19
(1) Саул Ионафана, хăйĕн ывăлне, тата хăйĕн мĕнпур тарçине Давида вĕлерме каланă; анчах Ионафан, Саул ывăлĕ, ДАвида питĕ юратнă.
(2) Ионафан, ДАвида пĕлтерсе, çапла каланă: манăн Саул аттем сана вĕлересшĕн; ыран сыхлануллă пул; вăрттăн вырăнта пытанса лар; Зэпĕ аттемпе пĕрле хире тухăп та эсĕ пытанса тăракан вырăнта пулăп, аттемпе сан çинчен калаçăп, хам мĕн пĕлнине сана каласа парăп, тенĕ.
(4) Ионафан ĕнтĕ Саула, хăйĕн ашшĕне, Давид çинчен питĕ лайăх каланă, вăл ăна çапла каланă: патша хăйĕн чурине ДАвида хирĕç çылăх ан тутăр: вăл сана хирĕç пырса çылăха кĕмен, вăл саншăн усăллă ĕçсем çеç тунă;
(5) Филисти çыннине тĕп тунă чухне вăл вилĕмле хăрушлăха лекрĕ; Çÿлхуçа вара пĕтĕм Израиле пысăк çăлăнăç пачĕ; эсĕ çавна куртăн, савăнтăн; мĕншĕнха эсĕ, айăпсăр юна хирĕç пырса, çылăха кĕресшĕн, ДАвида сăлтавсăрах вĕлересшĕн? тенĕ.
(6) Саул Ионафана итленĕ, Саул çапла тупа тунă: Çÿлхуçа чĕрĕ, Давид вилес çук, тенĕ.
(7) Ионафан ĕнтĕ ДАвида чĕнсе илнĕ те ăна çав сăмахсене каласа панă, Ионафан вара ДАвида Саул патне илсе пынă, Давид ун патĕнче ĕнер, виçĕмкун пурăннă пекех пурăннă.
(8) Каллех вăрçă пуçланнă, Давид Филистимсене хирĕç çапăçнă, вĕсене вăйлăн аркатса тăкнă, вĕсем унран тарса пĕтнĕ.
(9) Турă ирĕкĕпе Саула каллех усал сывлăш тапăннă, пĕррехинче вăл килĕнче ларнă пулнă, аллинче сăнă пулнă, Давид кĕсле каласа ларнă.
(10) Саул сăннипелен ДАвида стена çумне пăталаса лартасшăн пулнă, анчах Давид Саулран пăрăнса ĕлкĕрнĕ, сăнни стенана тăрăнса ларнă; Давид çав каç тухса тарса çăлăнса юлнă.
(11) Давида сыхласа тăрса ирччен вĕлерме хушса, Саул хăйĕн тарçисене Давид килне янă. Давида Мелхола, хăйĕн арăмĕ, каланă: эхер те эсĕ çак каç чунна çăлса хăвармасассăн, ыран сана вĕлереççĕ, тенĕ.
(12) Мелхола ДАвида чÿрече витĕр антарса янă, вăл кайнă, тарса хăтăлнă.
(13) Мелхола вара кил йĕрĕхне илнĕ те ăна Давид вырăнĕ çине хунă, пуç вĕçне качака тирĕ хунă, çиелтен тумтирпе витнĕ.
(14) Саул хăйĕн тарçисене ДАвида тытма янă; анчах Мелхола: вăл чирлĕ, тенĕ.
(15) Вара Саул, тарçисене Давида тĕрĕслеме хушса ярса, çапла каланă: ăна вĕлерме ман патăма вырăнĕмĕнĕпех йăтса килĕр, тенĕ.
(16) Тарçăсем çитнĕ те, акă вырăн çинче — тăм кĕлетке, пуç вĕçĕнче — качака тирĕ.
(17) Çакăн хыççăн Саул Мелхолăна каланă: мĕншĕн эсĕ мана çапла улталарăн, манăн тăшмана кăларса ятăн, вăл тартăр терĕни? тенĕ. Мелхола Саула çапла каланă: вăл: мана кăларса яр, унсăрăн эпĕ сана вĕлеретĕп, терĕ, тенĕ.
(18) Давид тарса ÿкнĕ те çăлăннă, вăл Самуил патне Рамăна çитнĕ, хăйне Саул мĕн тунине ăна пĕтĕмпех каласа панă. Вăл Самуилпа пĕрле тухса кайнă, вĕсем Навафра [Рамăра] чарăнса тăнă.
(19) Саула: Давид — Навафра, Рамăра тесе пĕлтернĕ.
(20) Саул хăйĕн тарçисене ДАвида тытма хушса янă, анчах пророкла калаçакан пророк ушкăнне тата вĕсене ертсе пыракан Самуила курсассăн, вĕсем çине Турă Сывлăшĕ аннă та, вĕсем те пророкла калаçма пуçланă.
(21) Çакăн çинчен Саула пĕлтернĕ, вăл вара урăх тарçăсем янă, анчах кусем те пророкла калаçма пуçланă. Каярах тата урăх тарçăсем янă, вĕсем те пророкла калаçма пуçланă.
(22) [Çилленсе çитсе,] Саул хăй те Рамăна тухса кайнă, вара СЕфа теекен вырăнти пысăк çăлкуç патне çитнĕ те: Самуилпа Давид ăçташи? тесе ыйтнă. Ăна: çакăнта, Навафра, Рамăра, тенĕ.
(23) Вăл Рамăри Навафа кайнă, ун çине те Турă Сывлăшĕ аннă, вăл вара Рамăри Навафа çитиччен пророкла калаçса пынă.
(24) Унтан вăл тумтирне хывнă та Самуил умĕнче пророкла калаçнă, çав кунне кунĕпе тата çĕрĕпе тумтир тăхăнмасăр выртнă; çавăнпа ĕнтĕ: «Саул та пророк пулчĕши вара?» теççĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
20
(1) Давид, Рамăри Навафран тарса кайса, Ионафан патне çитнĕ те каланă: мĕн турăмши эпĕ, мĕн тĕрĕс марри турăмши, санăн аçу умĕнче мĕнпе çылăха кĕтĕмши, мĕншĕн вăл манăн чуна шыратьха? тенĕ.
(2) [Ионафан] ăна каланă: çук, эсĕ вилместĕн; мана каламасăр атте пысăк ĕç те, пĕчĕк ĕç те тумасть; ку ĕçе те мĕншĕн манран пытармаллаха унăн? кун пекки пулас çук, тенĕ.
(3) Давид тупа туса каланă: санăн аçу эсĕ мана кăмăлланине питĕ лайăх пĕлет, çавăнпа вăл хăйне хăй: «Ионафан çакăн çинчен ан пĕлтĕр, кулянса ан ÿктĕр» тет; Çÿлхуçа чĕрĕ, санăн чуну та чĕрĕ! ĕнтĕ манпала вилĕм хушшинче пĕр утăм çеç юлчĕ, тенĕ.
(4) Ионафан ДАвида каланă: санăн чуну мĕн ыйтнине эпĕ йăлтах тăвăп, тенĕ.
(5) Давид Ионафана каланă: ыран акă çĕнĕ уйăх уявĕ, манăн патшапа юнашар сĕтел хушшинче лармалла; мана тытса ан тăр, каям, эпĕ виçминехи каçчен хирте пытанса пурăнăп.
(6) Эхер те санăн аçу ман çинчен ыйтсассăн, эсĕ: «Давид манран ирĕк ыйтса хăйĕн хулине Вифлееме кайрĕ: вĕсенĕн пĕтĕм йăхĕ унта çулталăкшăн кÿмелли парне парать» те.
(7) Эхер те, çакăнпа килĕшсе, вăл: «юрать» тесессĕн, санăн чуру тăнăçлă çÿрĕ; эхер те тарăхса кайсассăн, пĕлсех тăр, вăл усал ĕç тума шутласа хунă.
(8) Эсĕ вара хăвăн чуруна ырă тусам,— эсĕ хăвăн чурупа Çÿлхуçа умĕнче килĕшÿ тусаччĕ, — манăн мĕнле те пулин айăп пулсассăн, вĕлер мана; мĕншĕнха санăн мана хăвăн аçу патне илсе каймалла? тенĕ.
(9) Ионафан каланă: санпа нимĕн те пулмасть; эхер те аттем сана хирĕç усал ĕç тума шутласа хунине пĕлсессĕн, сана çавăн çинчен пĕлтермĕпи вара? тенĕ.
(10) Давид Ионафана каланă: эхер те аçу сана хаяррăн хуравласассăн, кам пĕлтерĕха мана? тенĕ. пИонафан ДАвида каланă: атяха, хире тухар, тенĕ. Вара иккĕшĕ те хире тухнă.
(12) Ионафан ДАвида каланă: Израилĕн Çÿлхуçа Турри чĕрĕ! эпĕ ыран çак вăхăталла е ыран мар тепĕр кун аттерен пĕтĕмпе ыйтса пĕлĕп; эхер те вăл Давид çинчен кăмăллă калаçсассăн, эпĕ сан патна çын ямăп, сана тÿрех пĕлтермĕп, “Ионафана Çÿлхуçа ăна та, кăна та кăтарттăр, тата ытларах та кăтарттăр. Эхер те манăн атте сана хирĕç усал ĕç тума шутлать пулсассăн, çакна эпĕ сана тÿрех пĕлтерĕп, сана ирĕке ярăп, каях вара: Çÿлхуçа ман аттепе пулнă пек, Вăл санпа пĕрле те пултăр!
(14) Анчах эсĕ те, эпĕ сывах юлас пулсассăн, мана Çÿлхуçа ырăлăхне кÿр.
(15) Эхер те эпĕ вилес пулсассăн, манăн килĕме ан пăрах, нихăçан та — Çÿлхуçа çĕр çинчен Давидăн мĕнпур тăшманне пĕтерсе тăксассăн та — ăна хăвăн ырăлăхна кăтартма ан пăрах, тенĕ.
(16) Ионафан çапла Давид килĕпе килĕшÿ тунă та каланă: Çÿлхуçа Давид тăшманĕсенчен шыраса илтĕр! тенĕ.
(17) Ионафан ĕнтĕ туслăх ячĕпе тупа тунă, мĕншĕн тесессĕн ДАвида вăл хăйĕн чунне юратнă пекех юратнă.
(18) Ионафан ăна каланă: ыран çĕнĕ уйăх уявĕ, сан çинчен ыйтĕç, мĕншĕн тесессĕн санăн вырăну пушах пулĕ;
(19) çавăнпа та виççĕмĕш кунне эсĕ аяла ан та ху унччен пытаннă вырăна васка, Азель чулĕ патне пырса лар;
(20) эпĕ, тĕл пеме тухнă пек, çав еннелле виçĕ çĕмрен вĕçтерĕп;
(21) тарçăма çĕмренсене илме ярăп: «пыр, çĕмренсене илсе кил» тейĕп, эхер те ăна: «авă çĕмренсем хăвăн хыçăнтах, ил вĕсене» терĕм пулсассăн, эсĕ ман патăма пыр, мĕншĕн тесессĕн сана татулăх кĕтет, Çÿлхуçа чĕрĕ, сана нимĕн те пулмĕ;
(22) эхер те тарçăма: «авă çĕмренсем хăвăн умăнтах» терĕм пулсассăн, каях вара: Çÿлхуçа сана кайма хушать;
(23) эпир санпа мĕн калаçнине курсаитлесе тăраканĕ Çÿлхуçа пулчĕ, Вăл ĕмĕрлĕх кÿнтелен, тенĕ.
(24) Давид вара хире пытаннă. Çĕнĕ уйăх уявĕ çитнĕ, акă патша апатланма ларнă.
(25) Патша, йăлана кĕнĕ тăрăх, хăй вырăнне стена çумĕнчи ларкăч çине ларнă, Ионафан Саула хирĕç ларнă, Авенир Саул çывăхне ларнă; Давид вырăнĕ вара пушах пулнă.
(26) Çав кун Саул нимĕн те каламан, мĕншĕн тесессĕн вăл çакă ăнсăртран килсе тухнă, Давид таса мар, тасалма ĕлкĕреймен пулĕ тесе шухăшланă.
(27) Çĕнĕ уйăх уявĕн иккĕмĕш кунĕ те çитнĕ, Давид вырăнĕ вара çаплах пушă пулнă. Çавăн чухне Саул хăйĕн ывăлне Ионафана каланă: мĕншĕнха Иессей ывăлĕ ĕнер те, паян та апата килмерĕ? тенĕ.
(28) Ионафан ĕнтĕ Саула хуравланă: Давид манран Вифлеема кайма ирĕк ыйтса илчĕ;
(29) вăл çапла каларĕ: «кайма ирĕк парсамччĕ мана: пирĕн хулара хамăр тăвансем парне кÿме пуçтарăнаççĕ, пиччем ман пата йыхрав ячĕ; санăн куçу умĕнче ырăлăх тупрăм пулсассăн, каям та пиччемсене курса килем» терĕ; çавăнпа вăл патша апатне килеймерĕ, тенĕ.
(30) Çавăн чухне Саул, Ионафана çилленсе, кăтăрсах кайнă: юрăхсăр, путсĕр ывăл! эсĕ хăвна тата хăвăн аннÿне намăса хăварса, Иессей ывăлĕпе туслашса кайнине пĕлместĕпим эпĕ?
(31) çак тĕнчере Иессей ывăлĕ пурăннă чухне эсĕ те, санăн патшалăху та тытăнса тăраяс çук; халех ун патне çын яр та ăна ман патăма илсе кил: вăл — вилмелли çын, тенĕ.
(32) Ионафан вара Саула, хăйĕн ашшĕне, çапла хуравланă: мĕншĕн вĕлермеллеха ăна? мĕн тунă вăл? тенĕ.
(33) Ывăлне вĕлерсе пăрахаслах, Саул ун çине сăнă ывăтнă. Ионафан вара ашшĕ ДАвида вĕлермех шут тытнине ăнланса илнĕ.
(34) Ионафан, хытах çилленсе кайса, сĕтел хушшинчен тухнă, çĕнĕ уйăх уявĕн иккĕмĕш кунĕнче вăл апат та çимен, мĕншĕн тесессĕн Давидшăн хуйхăрнă, тата хăйне ашшĕ кÿрентернĕшĕн куляннă.
(35) Тепĕр кунхине ирхине, ДАвида каласа хунă вăхăтра, Ионафан хире тухнă, унпа пĕрле тарçă, çамрăк ача, пулнă.
(36) Вăл тарçине каланă: чуп, эпĕ перекен çĕмренсене шыра, тенĕ. Ача чупса кайнă, Ионафан вара çĕмренĕсене тарçăран иртсе кайса малта ÿкмелле пенĕ.
(37) Ача çĕмренсем ÿкнĕ еннелле чупнă, Ионафан ун хыçĕнчен кăшкăрса: авă, çĕмрен сан умăнта, тенĕ.
(38) Вăл тарçи хыçĕнчен тата тепре те кăшкăрса каланă: хăвăртрах чуп, чарăнса ан тăр! тенĕ. Ача Ионафан çĕмренĕсене пуçтарса илнĕ те хуçи патне пынă.
(39) Ача нимĕн те пĕлмен; ку мĕне пĕлтернине Ионафанпа Давид çеç пĕлнĕ.
(40) Ионафан хăйĕн кăралне ачана панă та: куна каялла хулана илсе кай, тенĕ.
(41) Ача кайсассăн, Давид кăнтăр енчен хă парнă та виçĕ хутчен çĕре ÿксе пуççапнă; икĕ тус пĕрпĕрне чуптунă, иккĕшĕ те йĕнĕ, Давид тата хытăрах йĕнĕ.
(42) Вара Ионафан ДАвида каланă: ыррăнсыввăн кай, эпир санпа иксĕмĕр Çÿлхуçа ячĕпе тупа туса: «санпа ман хушшăмра та, санăн вăрлăхупа манăн вăрлăх хушшинче те Çÿлхуçа пултăр» тени ĕмĕрĕмĕре пытăр, тенĕ.
(43) [Давид] ĕнтĕ çула тухнă, Ионафан хулана таврăннă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
21
(1) Давид Номва хулине Ахимелех священник патне пынă. ДАвида курсассăн, Ахимелех аптăраса кайнă, унтан: мĕншĕн эсĕ пĕчченех, мĕншĕн санпала никам та çук вара? тесе ыйтнă.
(2) Давид Ахимелех священника каланă: патша мана пĕр ĕç хушса ячĕ, анчах та вăл: «эпĕ сана мĕншĕн янине, мĕн хушнине никам та ан пĕлтĕр» терĕ, çавăнпа та эпĕ хамăн çыннăмсене пĕр çĕрте хăвартăм; Запла аллу айĕнче мĕн пуррине — пĕр пилĕк çăкăр е мĕн те пулин — пар мана, тенĕ.
(4) Священник ДАвида хуравласа каланă: ман алăра ахаль çăкăр çук, сăваплă çăкăр çеç; эхер те санăн çыннусем хĕрарăмпа хутшăнман пулсассăн, [ан тив, çиччĕр], тенĕ.
(5) Давид священника çапла хуравласа каланă: ĕнер те, виçĕмкун та — çула тухнăранпах — пирĕн яхăнра хĕрарăм пулман, манăн çыннăмсен ÿчĕ таса, паян уйрăмах таса, тенĕ.
(6) Вара священник ăна сăваплă çăкăр панă: унăн Турă умне хумалли парне çăкăрĕсемсĕр пуçне урăх çăкăр пулман, вĕсем вырăнне ĕнтĕ ăшă çăкăрсем хумалла пулнă.
(7) Çав кунхине унта, Çÿлхуçа умĕнче, Саулăн пĕр тарçи пулнă. Вăл Идумея çынни, Доик ятлăскер, Саул кĕтÿçĕсен пуçлăхĕ пулнă.
(8) Давид Ахимелеха каланă: санăн кунта алă айĕнче сăнă е хĕç çуки? патша хушнине тума васкавлăн тухса килтĕм те хампа пĕрле хĕç те, урăх кăрал та илеймерĕм, тенĕ.
(9) Священник каланă: акă Голиафăн — Юман айлăмĕнче хăв тĕп тунă Филистимăн — хĕçĕ, тумтирпе чĕркенĕскер, вăл ефод хыçĕнче выртать; кăмăлу пулсассăн, ил; унсăр пуçне кунта урăххи çук, тенĕ. Давид каланă: кун пеккине урăх тупаяс çук, ăна мана пар, тенĕ. [Лешĕ ăна панă.]
(10) Давид çав кунах Саулран тарса кайнă та Геф патши Анхус патне çитнĕ. пТарçисем Анхуса каланă: çакă вăл Давид, леш çĕршывăн патши, мариха? вăйă картинче ун çинчен: «Саул — пиншер çынна, Давид вуншарвуншар пин çынна çĕнтерчĕ» тесе юрламастчĕçиха? тенĕ.
(12) Давид çак сăмахсене чĕрине хывнă та Анхусран, Геф патшинчен, хытах хăраса ÿкнĕ.
(13) Вара вăл вĕсен умĕнче хăйĕн сăнпитне улăштарнă, вĕсен куçĕ умĕнче ăссăра пенĕ, алăксем çине темĕн чĕркеленĕ, [аллисене тăрмаланă,] сухалĕ çине сĕлекине юхтарнă.
(14) Анхус ĕнтĕ хăйĕн чурисене каланă: курмастăрим, вăл ăсран тайăлнă çын; мĕншĕн эсир ăна ман патăма илсе килтĕр?
(15) ман патăмра ăсран тайăлнă çын сахалим, эсир ăна мĕншĕн илсе килтĕр, ман умăмра ухмахла хăтланчăкне кăтартмаи? çакă та ман çуртăма кĕрĕи вара? тенĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
22
(1) Давид унтан кайнă та Одолламри çĕр хăвăлне тарса пытаннă, унăн пиччĕшĕсем тата ашшĕн пĕтĕм кил-йышĕ çавна илтнĕ те ун патне пынă.
(2) Ун патне ĕнтĕ хĕнхур тÿсекенсем, парăмшăн асапланакансем, чунчĕри хуçăлнă çынсем пуçтарăннă, вăл вĕсенĕн пуçлăхĕ пулса тăнă; унпа пĕрле тăватçĕре яхăн çын пулнă.
(3) Давид ку вырăнтан Моаври Массифăна кайнă та Моав патшине çапла каланă: эпĕ Турă хама мĕн тăвассине пĕличчен манăн аттепе анне сирĕн патăрта пурăнччăрччĕ, тенĕ.
(4) Вĕсене вăл Моав патши патне илсе пынă, вĕсем вара Давид пытанса пурăннă вăхăтра тăршшĕпех унта пурăннă.
(5) Анчах Гад пророк ДАвида каланă: ку хÿтлĕхре ан юл, хускал, Иуда çĕрне кай, тенĕ. Давид тухса кайнă та Херет вăрманне çитнĕ.
(6) Саул ĕнтĕ Давид па унăн çынннсем унта пырса çитнине илтнĕ. Саул ун чухне Гивăра ту çинчи юман айĕнче ларнă, унăн аллинче сăнă пулнă, ăна хăйĕн пĕтĕм тарçи хупăрласа тăнă.
(7) Хăйне хупăрласа тăракан тарçисене Саул çапла каланă: итлĕрха, Вениамин ывăлĕсем! Иессей ывăлĕ сире пурне те уйсемпе иçĕм çырли пахчисем паратьи вара, сире пурне те пинпÿсемпе çĕрпÿсем тăватьи?
(8) мĕн эсир пурте мана хирĕç каварлашнă, манăн ывăл Иессей ывăлĕпе туслашнă чухне çавăн çинчен мана никам та пĕлтермерĕ, манăн ывăл мана хирĕç манăн чурана вăрттăн кавар тума хĕтĕртнĕ,— ку халĕ паллă ĕнтĕ,— çавăн чухне мĕншĕн эсир мана хĕрхенмерĕр, мĕншĕн çавна мана уçса памарăр? тенĕ.
(9) Саул тарçисемпе пĕрле тăракан Идумея çынни Доик çапла хуравласа каланă: эпĕ Иессей ывăлĕ Номва хулине Ахитув ывăлĕ Ахимелех патне килнине куртăм,
(10) лешĕ уншăн Çÿлхуçана тархасларĕ, ăна апатçимĕç те, Голиаф филистимăн хĕçне те пачĕ, тенĕ. пПатша вара Ахимелеха — Ахитув ывăлне, священника — тата унăн ашшĕн пĕтĕм кил-йышне, Номвăри священниксене, чĕнтерсе килме çын янă; вĕсем пурте патша патне çитнĕ.
(12) Саул: итлеха, Ахитув ывăлĕ, тенĕ. Лешĕ хуравланă: эпĕ кунтах, хуçамăм, тенĕ.
(13) Саул ăна каланă: эсир, Иессей ывăлĕпе иксĕр, мĕншĕн мана хирĕç каварлашнă, мĕншĕн эсĕ ăна çăкăр тата хĕç панă, уншăн Турра тархасланă,— ку халĕ паллă ĕнтĕ,— вăл мана хирĕç тăтăр, вăрттăн кавар тутăр терĕн-им? тенĕ.
(14) Ахимелех патшана хуравласа каланă: мĕнпур чуру хушшинче Давид пек шанчăклă çын кам пурха тата? вăл — патша кĕрÿшĕ те, эсĕ хушнине пурăнăçа килтерекенĕ те, ăна сан кил-йышу та хисеплет.
(15) Уншăн эпĕ халĕ çеç Турра тархаслама пуçланăи вара? Çук, патшамăм, хăвăн чуруна тата ман аттемĕн кил-йышне ан айăпла: ку ĕç çинчен санăн чуру нимĕн те пĕлмест, тенĕ.
(16) Патша каланă: санăн вилмелле пулать, Ахимелех, санăн та, аçун пĕтĕм кил-йышĕн те вилмелле пулать, тенĕ.
(17) Саул хăйпе юнашар тăракан сыхлавçисене çапла каланă: кайăр та Çÿлхуçа священникĕсене вĕлерсе тухăр — вĕсем те Давидпа пĕр сăмахлă, вĕсем те, вăл тарнине пĕлсе тăрсах, мана нимĕн те каламан, тенĕ. Анчах патша тарçисем Çÿлхуçа священникĕсене вĕлерме алă çĕклесшĕн пулман.
(18) Вара патша Доика каланă: эсĕ кай, священниксене эсĕ вĕлерсе тух, тенĕ. Идумея çынни Доик кайнă та священниксене тапăннă, йĕтĕн ефод тăхăнса çÿрекенскерсене çав кун сакăрвун пилĕк* ара вĕлерса тухнă;
(19) Номвăна та, священниксен хулине, хĕçпе аркатса тăкнă; арçынсемпе хĕрарăмсене, яш ачасемпе пĕчĕк ачасене, вăкăрне, ашакне, сурăхне — пĕтĕмпе хĕçпе касса тăкнă.
(20) Ахитув ывăлĕн Ахимелехăн пĕр ывăлĕ çеç, Авиафар ятлăскер, хăтăлса юлнă, вăл Давид патне тарса ÿкнĕ.
(21) Авиафар ДАвида ĕнтĕ Саул Çÿлхуçа священникĕсене вĕлерни çинчен каласа панă.
(22) Давид Авиафара каланă: çав кун, Идумея çынни Доик унта пулнă кун, вăл Саула евитлессе пĕлтĕм эпĕ; санăн аçу килĕнчи пур чуншăн та эпĕ айăплă;
(23) юл ман патăмра, ан хăра: манăн чуна шыракан санăн чунна та шырĕ; эсĕ ман патăмра сыхлăхра пулăн, тенĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
23
(1) Давида çапла тесе хыпарланă: акă Филистимсем Кеиле тапăннă та анкартисене çаратаççĕ, тенĕ.
(2) Давид ĕнтĕ Çÿлхуçаран тархасласа ыйтнă: каймаллаи манăн, çав Филистимсене çĕнтерейĕпи эпĕ? тенĕ. Çÿлхуçа ДАвида хуравланă: кай, эсĕ Филистимсене çĕнтерĕн те Кеиле хăтарăн, тенĕ.
(3) Анчах Давидпа пĕрле пулнисем ăна каланă: эпир кунта Иудейăра та хăратпăр, Филисти çарĕсене хирĕç Кеиле мĕнле каясха пирĕн? [эпир Филистимсен тыткăнне лекĕпĕр,] тенĕ. * Грексен куçарăвĕнче: виççĕр пилĕк.
(4) Давид каллех Çÿлхуçаран тархасласа ыйтнă та, Çÿлхуçа ăна хуравласа каланă: тăр та Кеиле кай — Эпĕ Филистимсене санăн аллуна парăп, тенĕ.
(5) Давид хăйĕн çыннисемпе Кеиле кайнă, Филистимсемпе çапăçнă, вĕсен выльăхчĕрлĕхне хăваласа тухнă, вĕсене вăйлă аркатнă, çапла вара Давид Кеильре пурăнакансене çăлса хăварнă.
(6) Авиафар, Ахимелех ывăлĕ, Давид патне тарса [унпа пĕрле] Кеиле кайнă чухне хăйпе пĕрле ефодне те илсе пынă.
(7) Саула ĕнтĕ Давид Кеиле çитни çинчен хыпар çитернĕ, Саул вара каланă: Турă ăна манăн аллăма пачĕ: хапхаллă та çăраллăсăлăплă хулана кĕрсе, вăл хăйне хăй питĕрсе лартрĕ, тенĕ.
(8) Вара Саул пĕтĕм халăха вăрçă вăрçма — Кеиле кайма, Давидпа унăн çыннисене хупăрласа илме — пуçтарнă.
(9) Саул усал ĕç шухăшласа хунине пĕлсессĕн, Давид Авиафар священника каланă: [Çÿлхуçа] ефодне илсе кил, тенĕ.
(10) Давид вара çапла каланă: эй Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕ! Санăн чуру илтрĕ ĕнтĕ: Саул мана пула Кеиле çитме, хулана аркатсатустарса тухма хатĕрленет.
(11) Кеиль çыннисем мана унăн аллине тыттарса яраççĕи? Санăн чуру илтнĕ пек, Саул кунта килети? Эй Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕ! Хăвăн чуруна уççăн пĕлтерсемччĕ! тенĕ. Çÿлхуçа ăна: килет, тенĕ.
(12) Давид тата каланă: Кеиль çыннисем мана тата манăн çыннăмсене Саул аллине тыттарса яраççĕи? тенĕ. Çÿлхуçа: тыттарса яраççĕ, тенĕ.
(13) Вара Давидпа унăн çыннисем, ултçĕр çынна яхăн, хускалнă та Кеильрен тухса кайнă, ăçта май килнĕ, çавăнта çÿренĕ. Саула ĕнтĕ Давид Кеильрен тухса тарни çинчен пĕлтернĕ те, вăл унта кайман та.
(14) Давид вара пушхирте çын çÿремен вырăнта, каярах Зиф пушхирĕнчи ту çинче пытанса пурăннă. Саул ăна кашни кун шыранă; анчах Турă ДАвида унăн аллине паман.
(15) Давид хăйĕн чунне Саул епле шыранине курнă; Давид Зиф пушхирĕнчи вăрманта пурăннă.
(16) Ионафан ĕнтĕ, Саул ывăлĕ, Давид патне вăрмана пынă, хăйĕн тусне: «Çÿлхуçана шан» тесе, вăйхал кÿнĕ,
(17) ăна çапла каланă: ан хăра, Саул аттем сана шыраса тупаймĕ, эсĕ Израиль патши пулăн, эпĕ сан хыççăн иккĕмĕшĕ пулăп; Саул аттем те çакна пĕлсе тăрать, тенĕ.
(18) Вĕсем Çÿлхуçа умĕнче хăйсем хушшинче килĕшÿ тунă; Давид вăрманта юлнă, Ионафан хăйĕн килне кайнă.
(19) Зиф çыннисем Саул патне Гива хулине пынă та каланă: Давид пирĕн патăмăрта, çын çÿремен вырăнта, вăрманта, Иесимонран сылтăмарах ларакан Гахил сăрчĕ çинче, пытанса пурăнать;
(20) эппин, кăмăлу пулсассăн, патша, кай çавăнта; пирĕн тивĕç ăна патша аллине тытса парасси пулĕ, тенĕ.
(21) Саул вĕсене каланă: мана хĕрхеннĕшĕн сире Çÿлхуçа пиллĕх парĕ;
(22) кайăр, тĕплĕнрех тĕрĕслесе пăхăр, унăн çулнейĕрне, ури ярса пуснă вырăна тĕпчĕр, ăна çавăнта курнă çынсенчен ыйтса пĕлĕр — мана вăл питех те чее пулни çинчен калаççĕ;
(23) вăл пытанса пурăнакан пĕтĕм хÿтлĕх вырăна сăнаса тăрăр, ман патăма тĕрĕс хыпарпа килĕр, вара эпĕ сирĕнпе пĕрле кайăп; вăл çакă çĕр çинчех пулсассăн, эпĕ ăна Иуда çĕрĕнчи пинпин çын хушшинче шыраса тухăп, тенĕ.
(24) Лешĕсем вара Зиф хулине Саултан маларах тухса кайнă. Давидпа унăн çыннисем Иесимонран сылтăмарах, Маон пушхирĕнче тÿремлĕхре, тăнă.
(25) Саул хăйĕн çыннисемпе ăна шырама кайнă. Анчах ДАвида çакăн çинчен пĕлтернĕ те, вăл вара, чул ту енне куçса, Маон пушхирĕнчех юлнă. Саул çавна илтнĕ те Давид хыççăн Маон пушхирне васканă.
(26) Саул тăвăн пĕр енĕпе пынă, Давид хăйĕн çыннисемпе тăвăн тепĕр енче пулнă. Давид Саулран аяккарах кайма васканă чухне, Саул хăйĕн çыннисемпе çавра çулпа кайса, Давидпа унăн çыннисен çулне пÿлсе вĕсене ярса тытасшăн çÿренĕ чухне
(27) Саул патне хыпарçă çитнĕ те каланă: васкасах каялла таврăн: Филистимсем пирĕн çĕр çине тапăнчĕç, тенĕ.
(28) ДАвида йĕрлеме пăрахса, Саул каялла çаврăннă та филнстнмсене хирĕç кайнă; çавăнпа çак вырăна СелаГаммахлекоф {Уйăрса тăракан чакăл ту}тесе ят панă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
24
(1) Давид унтан кайнă та ЕнГадди теекен çĕрте сыхă вырăнта пурăннă.
(2) Саул Филистимсем патĕнчен таврăнсассăн, ăна çапла каласа хыпарланă: Давид ЕнГадди пушхирĕнче çÿрет, тенĕ.
(3) Саул Израильри чи паттăр арсенчен виçĕ пин çын суйласа илнĕ те ту качакисем пурăнакан сăртту тăрăх Давидпа унăн çыннисене шырама кайнă.
(4) Вĕсем çул хĕрринчи сурăх карти патне пырса тухнă; унта çĕр хăвăлĕ пулнă, Саул унта тула тухма кĕнĕ; Давидпа унăн çыннисем вара çĕр хăвăлĕнче шаларах ларнă.
(5) ДАвида унăн çыннисем каланă: Çÿлхуçа сана: «Эпĕ санăн тăшманна сан аллуна парăп, эсĕ ăна мĕн тăвас тенине тăвăн» тесе каланăччĕ, акă çав кун çитрĕ, тенĕ. Давид тăнă та шăппăн кăна Саулăн çиелти тумтирĕн аркине касса илнĕ.
(6) Анчах çакăн хыççăн хăй Саул тумтирĕн аркине касса илнишĕн Давидăн чĕри ыратса кайнă.
(7) Вăл хăйĕн çыннисене каланă: хамăн хуçамăм çине, Çÿлхуçа çу сĕрсе янă çын çине, алă хума Çÿлхуçа мана ирĕк ан патăр, мĕншĕн тесессĕн вăл — Çÿлхуçа çу сĕрсе янă çын, тенĕ.
(8) Çак сăмахпа Давид хăйĕн çыннисене тытса чарнă, вĕсене Саула тапăнма паман. Саул ĕнтĕ çĕр хăвăлĕнчен тухнă та хăй çулĕпе кайнă.
(9) Давид та çĕр хăвăлĕнчен тухнă, вăл Саул хыççăн: хуçамăм, патшамăм! тесе кăшкăрнă. Саул каялла çаврăнса пăхнă, Давид [ăна] çĕр çине ÿксе пуççапнă.
(10) Вара Давид Саула каланă: мĕншĕн эсĕ «Давид сана хирĕç усал ĕç тăвасшăн» теекен çынсен сăмахне итлетĕн? иАкă паян хăвăн куçупа хăвах куртăн, Çÿлхуçа сана çĕр хăвăлĕнче манăн аллăма пачĕ; сана вĕлерме сĕнекенсем те пулчĕç; анчах эпĕ сана хĕрхентĕм те: «хамăн хуçамăм çине аллăма çĕклеместĕп, вăл — Çÿлхуçа çу сĕрсе янă çын» терĕм.
(12) Аттеçĕм! манăн аллăмри тумтирÿн арки вĕçне пăхха; эпĕ сан тумтирÿн аркине касса илтĕм, хăвна вĕлермерĕм; пĕлсеĕненсе тăр: манра усаллăх та, каварлăх та çук; эпĕ, сана хирĕçле ĕç туса, çылăха кĕмен; эсĕ вара манăн чунăма шыратăн, эсĕ ăна пĕтересшĕн.
(13) Ĕнтĕ санпа ман хушшăмăрти ĕçсене Çÿлхуçа татса патăр, Çÿлхуçа сана маншăн тавăртăр; анчах та манăн аллăм сана тĕкĕнес çук;
(14) авалхи каларăш: «йĕркесĕр çынран йĕркесĕр ĕç çуралать» тет. Манăн аллăм вара сана тĕкĕнес çук.
(15) Кама хирĕç тухрĕха Израиль патши? Кам хыççăн хăвалатăн эсĕ? Вилĕ йытă хыççăн, ниме тăман чĕрчун, пăрçа, хыççăн.
(16) Сут тăваканни Çÿлхуçа пултăр, санпа ман хушшăмăрти тавăçа татса патăр. Вăл манăн ĕçе тĕпчесетишкерсе тухĕ те мана санăн аллунтан хăтарĕ, тенĕ.
(17) Давид çак сăмахсене Саула каласа пĕтерсессĕн, Саул каланă: санăн сассуи ку, Давид ывăлăм? тенĕ. Вара Саул кăшкăрсах йĕрсе янă,
(18) ĕнтĕ ДАвида çапла каланă: эсĕ манран тÿрĕрех — эсĕ мана ырăпа тавăртăн, эпĕ сана усалпа тавăртăм;
(19) мана ырă туса, çакна эсĕ паян кăтартса патăн: Çÿлхуçа мана хăвăн аллуна панă хыççăн та мана вĕлермерĕн.
(20) Хăйĕн тăшманне шыраса тупнă хыççăн камха ăна ырă çула кăларса ятăр? Паян маншăн тунă ĕçшĕн Çÿлхуçа сана ырăлăх парĕ.
(21) Халĕ ĕнтĕ эпĕ пĕлсех тăратăп: эсĕ патша пулатăн, Израиль патшалăхĕ санăн аллунта çирĕп тăрĕ.
(22) Эппин, эпĕ вилнĕ хыççăн манăн тăхăмсене тĕп тумастăп тесе, аттем килĕнче манăн ятăма пĕтерместĕп тесе, Çÿлхуçа умĕнче тупа ту, тенĕ.
(23) Давид Саула тупа тунă. Саул хăйĕн килне кайнă, Давидпа унăн çыннисем вара çирĕплетнĕ хÿтлĕх вырăна хăпарнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
25
(1) Ĕнтĕ Самуил вилнĕ; мĕнпур Израиль халăхĕ пухăннă та уншăн хÿхленĕ, ăна хăйĕн килĕнче, Рамăра, пытарнă. Давид вара Фаран пушхирне аннă.
(2) Маон хулинче пĕр çын пурăннă, унăн ят çĕрĕ, пурлăхĕ Кармилта пулнă, вăл питĕ пуян пулнă; вăл виçĕ пин пуç сурăх, пин пуç качака тытнă; сурăх çăмĕ каснă чухне вăл Кармилта пулнă.
(3) Çав çынна Навал тесе чĕннĕ, унăн арăмне Авигея тесе чĕннĕ; çак хĕрарăм питĕ ăслă та хитре сăнпитлĕ пулнă, упăшки вара хаяр та усал кăмăллă пулнă; вăл Халев йăхĕнчен пулнă.
(4) Пушхирте тăракан Давид ĕнтĕ Навал [Кармилта] сурăх çăмĕ касни çинчен илтнĕ.
(5) Давид унта хăйĕн çыннисене — вунă яш ачана — янă, яш ачасене вăл çапла каланă: Навал патне Кармила хăпарăр та ăна ман ятăмран саламлăр
(6) тата çапла калăр: «[сывăи?] сана, санăн килне, санăн мĕн пуррине пурне те тăнăçлăх пултăр;
(7) эсĕ сурăх çăмĕ касни çинчен илтрĕм эпĕ. Акă санăн кĕтÿçÿсем пирĕн таврарах çÿрерĕç, эпир вĕсене кÿрентермерĕмĕр, вĕсем Кармил тăвĕ çинче çÿренĕ вăхăтра вĕсен нихăçан та нимĕн те çухалмарĕ;
(8) тарçусенчен ыйтха, вĕсем те çапла калĕç; эппин, манăн тарçăмсене кăмăл тусам: эпир ырă сунса килтĕмĕр; хăвăн чурусене тата Давид ывăлна хăвăн аллу мĕн пама пултарнине парсамччĕ» тейĕр, тенĕ.
(9) Ĕнтĕ Давид çыннисем тухса кайса Навал патне çитнĕ те ăна Давид сăмахĕсене пĕтĕмпех каласа панă та шăпланнă.
(10) Навал [сиксе тăнă та] Давид тарçисене çапла хуравласа каланă: Давид камха вăл? Иессей ывăлĕ камха тата? хальхаççăн хăйсен хуçинчен тарса çÿрекен чурасем нумайланса кайрĕç; пэпĕ ку çынсем ăçтан килнине те пĕлместĕп, манăн вара хамăн çăкăра, хамăн шыва, [хамăн эрехе] тата сурăх çăмĕ илекенсем валли хатĕрлесе хунă ашкакая çак çынсене параси? тенĕ.
(12) Давид çыннисем вара хăйсен çулĕпе каялла кайнă, çаврăнса çитнĕ те çак сăмахсене йăлтах ДАвида каласа панă.
(13) Çавăн чухне Давид хăйĕн çыннисене каланă: кашнийĕ пилĕкрен хĕçĕре çакса ярăр, тенĕ. Пурте пилĕкрен хĕçне çакса янă, Давид хăй те хĕç çакса янă, вара Давид хыççăн тăватçĕр çынна яхăн тухса кайнă, икçĕр çынни лавсемпе юлнă.
(14) Авигейăна, Навал арăмне, пĕр тарçи çапла пĕлтернĕ: Давид пирĕн хуçана сывлăх сунма пушхиртен хăйĕн çыннисене янă, анчах хуçа вĕсемпе питĕ тÿрккес калаçрĕ;
(15) çав çынсем пире ырă çеç турĕç, вĕсем пире кÿрентермен, вĕсемпе пĕрле хирте çÿренĕ чухне пирĕн нимĕн те çухалман;
(16) эпир вĕсен çывăхĕнче кĕтÿ кĕтсе çÿренĕ чухне вĕсем пирĕншĕн ир те, каç та шанчăклă хÿтлĕх пулчĕç;
(17) апла мĕн тумалли çинчен шухăшласа пăх: пирĕн хуçана, унăн пĕтĕм кил-йышне пурпĕрех инкек кĕтет, вăл вара — усал çын, унпа калаçма та çук, тенĕ.
(18) Çавăн хыççăн Авигея васкаварлăн икçĕр çăкăр, икĕ такмак эрех, пĕçерсехатĕрлесе хунă пилĕк сурăх ашĕ, пилĕк виçе типĕтнĕ тĕш тырă, çĕр çыхă иçĕм çырли тата икçĕр çыхă смоква çырли илнĕ те çакна ашаксем çине тиесе хунă;
(19) вара тарçисене çапла каланă: эсир ман умран утăр, эпĕ сирĕн хыççăн пырăп, тенĕ. Хăйĕн упăшкине Навала вăл нимĕн те каламан.
(20) Вăл, ашак çинче ларса, ту кукăрĕсемпе аннă чухне акă ăна хирĕç Давидпа унăн çыннисем килеççĕ, вăл ĕнтĕ вĕсемпе тĕл пулнă.
(21) Давид каланă: çапла çав, ку çын пурлăхне пушхирте кăлăхах сыхларăм эпĕ, унăн пурлăхĕнчен нимĕн те çухалмарĕ; вăл вара мана ырăшăн усалпа тавăрать;
(22) тул çутăличчен эпĕ Навал кил-йышĕнчи хÿме çумне шăракансенчен пĕрне те пулин чĕрĕ хăварас пулсассăн, Турă мана ăна та, кăна та кăтарттăр, тата ытларах та кăтарттăр, тенĕ.
(23) ДАвида курсассăн, Авигея васкасах ашак çинчен аннă та Давид умне ÿпне ÿксе пуççапнă;
(24) унăн ури умне ÿксе çапла каланă: хуçамăм, эпĕ çылăха кĕтĕм; хăвăн хăрхăмна хăвна калама ирĕк парсамччĕ, хăрхăмун сăмахĕсене итлесемччĕ.
(25) Хуçамăм çав усал çын çине, Навал çине, ан пăхтăр: унăн ячĕ мĕнле, хăй те çавăн евĕрлех. Вăл Навал* ятлă, ăссăрлăхĕ те хăйпе пĕрлех ĕнтĕ. Эпĕ вара, санăн хăрхăму, хуçамăн тарçисене, эсĕ янăскерсене, курмарăм.
(26) Хуçамăм, Çÿлхуçа чĕрĕ, санăн чуну та чĕрĕ! Çÿлхуçа сана паян юн юхтарма ирĕк памĕ, санăн аллуна тавăрас шухăшран тытса чарĕ; ĕнтĕ халĕ санăн тăшманусем, манăн хуçамăма хирĕç усал ĕç тăвас теекенсем, Навал пек пулччăр.
(27) Хуçамăма ĕçлесе тăракан тарçисене памашкăн санăн хăрхăму хуçамăм патне акă çак парнесене илсе килчĕ.
(28) Хăрхăмун айăпне каçарсам; Çÿлхуçа манăн хуçамăн килне çирĕплетĕ, мĕншĕн тесессĕн хуçамăм Çÿлхуçа вăрçинче кĕрешет, пĕтĕм пурăнăçу тăршшĕнче те санра усаллăх тупăнмĕ.
(29) Эхер те пĕрпĕр çын сана йĕрлеме е санăн чунна шырама пикенсессĕн, манăн хуçамăн чунĕ Çÿлхуçа Турру аллинчи пурăнăç тĕввипе çыхăнĕ, тăшманусен чунне вара Вăл чулравпа пенĕ пек ывăтса ярĕ.
(30) Çÿлхуçа манăн хуçамăм çинчен мĕн ырă каланине йăлтах туса çитерсессĕн, сана Израиль çулпуçне лартсассăн,
(31) санăн çакăнта ахалех юн тăкнăшăн, хăвна тавăруран тытса чарманшăн пăшăрханмалла, ÿкĕнмелле пулмĕ. Çÿлхуçа манăн хуçама ырăлăх кÿрĕ, вара хăвăн хăрхăмна аса илĕн [те ăна ырă тăвăн], тенĕ.
(32) Давид Авигейăна каланă: сана паян ман патăма янă Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕ мухтавлă;
(33) санăн ăсу та пиллĕхлĕ, эсĕ ху та пиллĕхлĕ: эсĕ мана паян юн тăкма, хамшăн тавăрма памарăн.
(34) Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕ чĕрĕ, мана Вăл сана усал тăвасран тытса чарчĕ, эхер те эсĕ ман патăма васкаса килмен пулсассăн, эпĕ тул çутăличчен Навал кил-йышĕнчи пĕр арçыннине те чĕрĕ хăвармастăмччĕ, тенĕ.
(35) Давид вара ун аллинчен вăл илсе килнĕ апатçимĕçе илнĕ те çапла каланă: ĕнтĕ килне ыррăнсыввăн кай; акă эпĕ сана итлерĕм, ĕнтĕ эсĕ мĕн ыйтнине * Навал — ăссăр. тăвăп, тенĕ.
(36) Авигея Навал патне çитнĕ, акă унăн çуртĕнче, патша килĕнчи пек, ĕçкĕçикĕ пынă: Навал чунчĕри те хавасланнăмĕн; вăл хăй питĕ ÿсĕр пулнă; арăмĕ ăна мĕн ирчченех пĕр сăмах та каламан, ун пек те, кун пек те каламан.
(37) Ирхине, Навал урăлса çитсессĕн, арăмĕ ăна мĕн курниилтнине каласа панă, ĕнтĕ Навалăн чĕри тапма чарăннă пекех пулнă, Навал чул пек хытса тăнă.
(38) Тепĕр вунă кунран Çÿлхуçа Навала хускалаймиех тунă, лешĕ вилсе выртнă.
(39) Давид Навал вилнине илтнĕ те каланă: Çÿлхуçа мухтавлă, Вăл Навала мана намăс кăтартнăшăн тавăрчĕ тата Хăйĕн чурине усал ĕç тăвасран çăлса хăварчĕ; Çÿлхуçа Навалăн çиллине Навал пуçĕ çинех ячĕ, тенĕ. Давид вара хăй Авигейăна качча илетĕп тесе пĕлтерме ун патне çын янă.
(40) Давид тарçисем Авигея патне Кармила çитнĕ те ăна çапла каланă: Давид пире сана качча илесси çинчен пĕлтерме ячĕ, тенĕ.
(41) Авигея вара çĕре çити тайăлнă та: акă эпĕ санăн хăрхăму пулма, хуçамăн тарçисен урине çуса тăма хатĕр, тенĕ.
(42) Авигея васкасах пуçтарăннă та ашак çине ларнă, унпа пĕрле пилĕк тарçи пынă; вăл Давид çыннисем хыççăн кайнă, çапла Давид арăмĕ пулса тăнă.
(43) Давид тата Изреельри Ахиноамăна качча илнĕ, вĕсем иккĕшĕ те унăн арăмĕсем пулнă.
(44) Саул вара хăйĕн хĕрне Мелхолăна, Давид арăмне, Галлимра пурăнакан Лаиш ывăлне Фалтие качча панă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
26
(1) Саул патне Гивăна [кăнтăр енчен] зифейсем çитнĕ те каланă: Давид пирĕн патăмăрта, Иесимонран сылтăмарах, Гахила сăрчĕ çинче, пытанса пурăнать, тенĕ.
(2) Саул тÿрех хускалнă та, ДАвида Зиф пушхирĕнче шырамашкăн хăйпе пĕрле Израильсен чи паттăр виçĕ пин арне илсе, Зиф пушхирне аннă.
(3) Саул Иесимонран сылтăмарах, Гахила сăрчĕ çинче, çул хĕрринче, чарăнса тăнă; Давид ун чухне пушхирте пулнă, вăл хăй хыççăн çак пушхире Саул çитнине асăрханă;
(4) Давид йĕрлевçĕсем янă та Саул чăнах та [Кеильрен] килнине пĕлнĕ.
(5) Давид [вăрттăн] тухса кайнă та Саул тапăрăн ларса тухнă вырăна çитнĕ, вăл Саул ăçта çывăрнине те, Авенир — Нир ывăлĕ, Саул çарпуçĕ — ăçта çывăрнине те курнă. Саул чатăрта çывăрнă, халăх ун тавра вырăнаçса тухнă.
(6) Давид хет çыннине Ахимелеха тата Авессана — Саруия ывăлне, Иоав пĕртăванне — çапла каланă: Саул тапăрне кам манпа пĕрле пырать? тенĕ. Авесса: санпа эпĕ пыратăп, тенĕ.
(7) Давид Авессапа пĕрле Саул çыннисем патне çĕрле çитнĕ; акă Саул чатăрта çывăрать, сăннине хăй пуçелĕкĕ çумне тăрăнтарнă; Авенир тата халăх ун йĕритавра выртаççĕ.
(8) Авесса ДАвида каланă: паян Турă хăвăн тăшманна санăн аллуна пачĕ; эппин, ирĕк парсам, эпĕ ăна сăннăмпа пĕрре чиксех çĕр çумне пăталаса лартăп, иккĕмĕш хут чикмелле пулмĕ, тенĕ.
(9) Анчах Давид Авессана каланă: ан вĕлер ăна: Турă çу сĕрсе янă çын çине алă çĕклекене хăçан хаса паманни пур? тенĕ.
(10) Давид тата каланă: Çÿлхуçа чĕрĕ! ăна Çÿлхуçа тĕп тутăр е, кунĕ çитсессĕн, хăех вилĕ, е вăрçа кайса пĕтĕ; мана вара Çÿлхуçа Хăй çу сĕрсе янă çын çине алă çĕклеме ирĕк ан патăрах; иунăн пуçелĕкĕ тĕлĕнчи сăннине тата шыв савăтне ил те, хамăр патăмăра кайăпăр, тенĕ.
(12) Давид Саулăн пуçелĕкĕ тĕлĕнче тăнă сăннипе шыв савăтне илнĕ те, вĕсем хăйсем патне кайнă; çавна никам та курман, никам та пĕлмен, никам та вăранман, пурте çывăрнă: Çÿлхуçа вĕсем çине йывăр ыйхă янă.
(13) Давид тепĕр енне каçнă та аякри ту тăррине тăнă; вĕсен хушши чылаях пулнă.
(14) Давид халăха тата Авенира, Нир ывăлне, кăшкăрса чĕнсе каланă: итлеха, Авенир, тенĕ. Лешĕ: кам эсĕ, мĕн кăшкăратăн, мĕнма патшана кансĕрлетĕн? тенĕ.
(15) Давид ĕнтĕ Авенира çапла каланă: ар марим эсĕ, Израильре санпа кам танлашма пултарайĕ? Мĕншĕн эсĕ хăвăн хуçуна, патшана, упрамастăн? авă унта пĕри патшана, санăн хуçуна, вĕлерме пырса кайнă.
(16) Лайăх мар тăватăн эсĕ; Çÿлхуçа чĕрĕ! хăвăр хуçăра, Çÿлхуçа çу сĕрсе янă çынна, упраманшăн эсир вилĕме тивĕçлĕ. Пăхса илха, патшан хăйĕн пуçелĕкĕ патĕнче пулнă сăнни тата шыв савăчĕ ăçта? тенĕ.
(17) Саул Давид сассине палласа илнĕ те: санăн сассуи ку, Давид ывăлăм? тенĕ. Давид каланă: манăн сасă çав, хуçамăм, патшамăм, тенĕ.
(18) Вăл тата каланă: хуçамăм хăйĕн чурине мĕншĕн йĕрлесе çÿретши? мĕн турăм эпĕ? мĕнле усал ĕç пурши ман аллăмра?
(19) Патша хуçамăм халĕ хăйĕн чури каланине вĕçне çитиччен итлинччĕ: эхер те сана Çÿлхуçа мана хирĕç тăратрĕ пулсассăн, ку вăл эсĕ кÿрекен ырă шăршăллă парне вырăнне пултăр; эхер те çынсен ывăлĕсем хĕтĕртрĕç пулсассăн, вĕсем Çÿлхуçа умĕнче ылханлă пулĕç, мĕншĕн тесессĕн вĕсем мана Çÿлхуçа халăхĕ хушшинче пурăнма памарĕç, çĕршывран хăваласа ячĕç: «кай, урăх турăсене пуççапса пурăн» терĕç.
(20) Анчах Çÿлхуçа умĕнче манăн юн çĕр çине тăкăнас çук: Израиль патши ĕнтĕ, тусем тăрăх хир чăххине хăваланă пек, ниме тăман пĕр чĕрчуна, пăрçана, шырама тухнă.
(21) Саул вара çапла каланă: çылăха кĕтĕм эпĕ; таврăн, Давид ывăлăм, текех усал сунмăп сана: эсĕ паян та манăн чунăма тивмерĕн, саншăн вăл питех те хаклă пулчĕ; ăссăрла хăтлантăм эпĕ, питĕ нумай çылăх турăм, тенĕ.
(22) Давид çапла хуравласа каланă: акă патша сăнни — пĕр тарçи килтĕр те илсе кайтăр;
(23) Çÿлхуçа пире иксĕмĕре тÿрĕлĕхĕмĕре те чăнлăхăмăра кура тавăрса патăр, Çÿлхуçа сана манăн алла пачĕ, анчах эпĕ Çÿлхуçа çу сĕрнĕскерĕ çине алă çĕклесшĕн пулмарăм;
(24) паян санăн пурăнăçу маншăн мĕн тери хаклă пулнă пек, манăн пурăнăçăм та Çÿлхуçа умĕнче çавăн пек хаклă пултăрччĕ, [Вăл мана хÿтĕлетĕрччĕ,] ма на тĕрлĕ инкексинкекрен хăтартăрччĕ! тенĕ.
(25) Саул ДАвида каланă: пиллĕхлĕ эсĕ, Давид ывăлăм; ĕçне те тăватăн, çĕнтерме те çĕнтеретĕн, тенĕ. Давид вара хăйĕн çулĕпе кайнă, Саул хăйĕн вырăнне таврăннă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
27
(1) Давид вара хăй ăшĕнче çапла шутланă: хăçан та пулин эпĕ Саул аллине лекетĕпех ĕнтĕ, маншăн филистимсен çĕрне тарса хăтăлассинчен лайăххи нимĕн те çук; вара Саул манран хăпĕ, малашне мана пĕтĕм Израиль çĕрĕ тăрăх шыраса çÿремĕ, эпĕ те унран хăтăлăп, тенĕ.
(2) Вара Давид, хăйпе пĕрле пулнă ултçĕр ара илсе, Анхус патне — Маох ывăлĕ, Геф патши патне — кайнă.
(3) Давидпа унăн çыннисем кашнийĕ хăйĕн кил-йышĕпе пĕрле Анхус патĕнче Гефра пурăннă, Давидпа пĕрле унăн икĕ арăмĕ — Изреель хĕрĕ Ахиноама тата Авигея, Навал арăмĕ пулнăскер, Кармил хĕрĕ — пулнă.
(4) Давид ГЕфа тарса кайни çинчен Саул патне хыпар çитернĕ, анчах Саул ăна текех шыраман.
(5) Давид Анхуса çапла каланă: санăн куçу умĕнче ырăлăх тупрăм пулсассăн, мана пĕр пĕчĕк хулара вырăн паринччĕç те, эпĕ çавăнта пурăнăттăм; мĕншĕнха санăн чурун санпа пĕрле патша хулинче пурăнмалла? тенĕ.
(6) Анхус вара ăна Секелаг хулине панă; çавăнпа Секелаг халичченех Иудея патшисен хули шутланать.
(7) Давид Филисти çĕршывĕнче пурĕ çулталăк та тăватă уйăх пурăннă.
(8) Вăхăтăнвăхăтăн Давидпа унăн çыннисем тахçантанпах çак çĕршывра Сур пушхирĕпе Египет хутлăхĕнче пурăнакан Гессур, Гизрий, Амалик халăхĕсене тапăннă.
(9) Давид çак çĕршыва тустарсах тăнă, арçыннине те, хĕрарăмне те чĕррĕн хăварман, сурăхне те, вăкăрне те, ашакне те, тĕвине те, тумтирне те пĕтĕмпе туртатурта илнĕ; каялла таврăннă, Анхус патне пырапыра кайнă.
(10) Анхус ДАвида: кама тапăнтăрха паян? тенĕ. Давид каланă: кăнтăрти Иудея çĕршывне, кăнтăрти Иерахмеел çĕршывне тата кăнтăрти Кеней çĕршывне, тенĕ.(11) Давид пĕр арçынна та, пĕр хĕрарăма та чĕррĕн хăварман, вĕсене ГЕфа та илсе пыман, вăл çапла шутланă: вĕсем пирĕн çинчен: «Давид çапла хăтланчĕ, вăл Филисти çĕршывĕнче пурăннă чухне хăйне çапла тыткаларĕ» тесе евит тума пултараççĕ, тенĕ.
(12) Анхус вара, ДАвида ĕненсе, çапла шухăшланă: вăл ĕнтĕ хăйĕн Израиль халăхне йĕрĕнтерсе çитернĕ, малашне ĕмĕрлĕхех манăн тарçă пулĕ, тенĕ.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
28
(1) Çав вăхăтра Филистимсем Израиле хирĕç çапăçма çар пухнă. Анхус ДАвида каланă: пĕлсех тăр, эсĕ ху та, санăн çыннусем те манăн çарпа пĕрле пыратăр, тенĕ.
(2) Давид Анхуса каланă: эсĕ халĕ хăвăн чуру мĕн тăвассине курăн, тенĕ. Анхус ДАвида каланă: çавăншăн эпĕ сана яланлăхах хамăн сыхлавçă тăвăп, тенĕ.
(3) Ĕнтĕ Самуил вилнĕ, уншăн пĕтĕм Израиль хурланса хÿхленĕ, ăна Рамăра, хăйĕн хулинче, пытарнă. Саул вара çĕршывран пĕтĕм асамçăсемпе юмăçсене хăваласа кăларса янă.
(4) Филистимсем пуçтарăннă та тапранса тухса кайнă, Сонам хулинче тапăрăн вырăнаçса тăнă; Саул та пĕтĕм Израиль халăхне пуçтарнă, вĕсем Гелвуй сăрчĕ çинче тапăрăн вырăнаçса тăнă.
(5) Саул филистимсен тапăрне курнă та хăраса кайнă, ĕнтĕ чĕри те шуйханса ÿкнĕ.
(6) Саул Çÿлхуçана тархасласа чĕннĕ; анчах Çÿлхуçа ăна тĕлĕкре те, урим урлă та, пророксем урлă та хуравламан.
(7) Саул вара хăйĕн тарçисене каланă: мана ăрăмçă тупса парăрха, эпĕ çавăн патне кайса ыйтăп, тенĕ. Тарçисем çапла хуравланă: кунта, Аэндорта, ăрăмçă хĕрарăм пур, тенĕ.
(8) Саул ĕнтĕ хăйĕн тумтирне хывса урăх тумтир тăхăннă, хăйпе пĕрле икĕ çын илсе çула тухнă та хĕрарăм патне вĕсем çĕрле пырса çитнĕ. Саул ăна: юмласа парсам мана, эпĕ кампа та пу лин калаçасшăн пулăп, эсĕ мана çавна кăларса пар, тенĕ.
(9) Анчах хĕрарăм ăна çапла хуравланă: эсĕ Саул мĕн тунине, вăл асамçăсемпе юмăçсене çĕршывран хăваласа кăларса янине пĕлетĕни? мĕншĕнха эсĕ мана пĕтермешкĕн чунăма серепене çаклатасшăн? тенĕ.
(10) Саул ăна Çÿлхуçа ячĕпе тупа туса каланă: Çÿлхуçа чĕрĕ! çак ĕçшĕн сана инкек пулмĕ, тенĕ. пВара хĕрарăм: кама кăларса памалла сана? тенĕ. Вăл: Самуила кăларса пар мана, тенĕ.
(12) Хĕрарăм Самуила курнă та кăшкăрсах янă; вара хĕрарăм Саула: эсĕ мана мĕншĕн улталарăн? эсĕ — Саулçке, тенĕ.
(13) Патша ăна: ан хăра; [калаха,] эсĕ мĕн куратăн? тенĕ. Хĕрарăм хуравласа каланă: çĕр ăшĕнчен тухакан турă евĕрлĕскерне куратăп, тенĕ.
(14) Сăнĕпе мĕнлерех вăл? ыйтнă унран Саул. Лешĕ каланă: ватăлса çитнĕ, вăрăм тум тăхăннă ар çĕр ăшĕнчен тухать, тенĕ. Саул ку çын Самуил пулнине ăнкарса илнĕ те çĕре ÿксе пуççапнă.
(15) Самуил Саула каланă: эсĕ мана мĕншĕн канăçсăрлантаратăн? мана мĕншĕн чĕнсе кăлартăн? тенĕ. Саул çапла хуравланă: шутсăр йывăр мана; Филистимсем мана хирĕç çапăçаççĕ, Турă вара манран пăрăнчĕ, текех мана пророксем урлă та, тĕлĕкре те, [куçа курăнса та] хуравламасть; малашне мĕн тумаллине вĕренттĕрччĕ мана тесе чĕнсе кăлартăм сана, тенĕ.
(16) Самуил каланă: Çÿлхуçа санран пăрăнчĕ пулсассăн, санăн тăшману пулса тăчĕ пулсассăн, мĕншĕнха эсĕ манран ыйтатăн?
(17) Çÿлхуçа ман урлă мĕн каланă, çавна тăвĕ: Çÿлхуçа санăн аллунтан патшалăха туртса илĕ те ăна хăвăн çывăх çыннуна, ДАвида, парĕ.
(18) Эсĕ Çÿлхуçа хушнине итлемерĕн, Амалика Унăн хаяр çиллине кăтартмарăн, халĕ ĕнтĕ Çÿлхуçа çавна хăвăн çине çитерет.
(19) Çÿлхуçа ĕнтĕ Израильпе сана Филистимсен аллине парĕ: эсĕ те, санăн ывăлусем те ыран манпа пĕрле пулатăр; Çÿлхуçа Израиль тапăрне те Филистимсен аллине парĕ, тенĕ.
(20) Çакăн хыççăн Са ул сасартăках пĕтĕм кĕлеткипе çĕр çине тĕшĕрĕлсе аннă, мĕншĕн тесессĕн Самуил сăмахĕнчен сехĕрленсе ÿкнĕ; çитменнине, вăйĕ те юлман унăн: çавăн чухне вăл кунĕпех, çĕрĕпех апат çимен пулнă.(21) Леш хĕрарăмĕ Саул патне пынă та, Саул питĕ хăраса ÿкнине курса, çапла каланă: акă санăн хăрхăму эсĕ каланине итлерĕ, пурăнăçне хăрушлăха кĕртсе ÿкерчĕ пулин те эсĕ хушнине турĕ;
(22) халĕ эпĕ сана хăрхăму каланине итлеме ыйтатăп: эпĕ сана пĕр татăк çăкăр сĕнетĕп, çисемччĕ — йăл илĕн, çула тухма вăй кĕрĕ, тенĕ.
(23) Анчах Саул ÿкĕте кĕмен: çиместĕп, тенĕ. Ăна ĕнтĕ тарçисем те, хĕрарăм та ÿкĕтленĕ; вăл вара, çĕр çинче лараканскер, вĕсене итлесе, вырăн çине тăрса ларнă.
(24) Хĕрарăмăн килĕнче самăртнă пăру пулнă, вăл ăна васкасах пустарнă та, çăнăх илсе, чуста çăрнă, унтан тутлăлла çăкăр пĕçерсе панă,
(25) Саулпа унăн тарçисене апат сĕннĕ, лешĕсем çинĕ, унтан тăнă та çав каçах тухса кайнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
29
(1) Филистимсем хăйсенĕн мĕнпур çарне Афек хулине пуçтарнă, Израиль çыннисем Изреельри çăлкуç патĕнче тапăрăн вырăнаçса ларнă.
(2) Филисти çулпуçĕсем çĕршер те пиншер çынлă ушкăнсемпе пынă, Давидпа унăн çыннисем вара хыçалта Анхуспа пĕрле пынă.
(3) Филисти çулпуçĕсем: мĕнле еврейсем кусем? тенĕ. Анхус Филисти çулпуçĕсене çапла хуравланă: ку Давид, Израиль патшийĕн Саулăн чури, пулнине эсир пĕлместĕрим вара? вăл ман патăмра çулталăк ытла пурăнать ĕнтĕ, çав вăхăтран пуçласа паян кунччен те эпĕ унра ним япăххине те курмарăм, тенĕ.
(4) Филисти çулпуçĕсем ăна çилленсе кайнă та çапла каланă: ку çынна эсĕ каялла яр, вăл эсĕ уйăрса панă вырăнтах лартăр, вăл пирĕнпе пĕрле вăрçа ан пытăр, вăрçăра пирĕн тăшман пулса ан тăтăр. Вăл хăйĕн хуçине çак ар пуçĕсене парнелесе çырлахтармĕши?
(5) Вăйă картинче: «Саул пиншер çынна, Давид вуншарвуншар пин çынна çĕнтернĕ» тесе çак Давид çинчен юрламастчĕçиха? тенĕ.
(6) Анхус ДАвида чĕнтерсе илнĕ те каланă ăна: Çÿлхуçа чĕрĕ! эсĕ тÿрĕ çын, эсĕ çарта манпа пĕрле çÿрени маншăн кăмăллă пулнă пулĕччĕ: эсĕ ман патăма килнĕренпе паян кунччен те эпĕ санра нимĕн япăххине те курмарăм; анчах çулпуçсем сана кăмăлламаççĕ.
(7) Апла халĕ каялла таврăн, тăнăçлă кай, Филисти çулпуçĕсене ан вĕчĕрхентер, тенĕ.
(8) Анчах Давид Анхуса каланă: мĕн турăмха эпĕ, санăн умăнта пурăнма пуçланăранпа паян куна çитиччен хăвăн чурунта эсĕ мĕн япăххи тупрăн, мĕншĕнха манăн санпа кайса хамăн хуçамăн, патшамăн, тăшманĕсемпе çапăçас мар? тенĕ.
(9) Анхус ДАвида çапла хуравланă: шансах тăр, эсĕ манăн куçăм умĕнче Турă Ангелĕ пекех лайăх; анчах Филисти çулпуçĕсем: «вăл пирĕнпе пĕрле вăрçа ан пытăр» теççĕ.
(10) Эппин, хăв та, хăвăнпа килнĕ чурусем те ирхине ирех тăрăр та [эпĕ кăтартнă вырăна кайăр, санăн чĕрÿнте нимĕнле начар шухăш та ан пултăр, мĕншĕн тесессĕн эсĕ маншăн лайăх]; ирхине тăрăр та çутăлса çитсессĕн тухса кайăр. “Давидпа унăн çыннисем ирхине ирех тăнă та филистимсен çĕрне таврăннă. Филистимсем вара Изрееле [вăрçа] кайнă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
30
(1) Давидпа унăн çыннисем Секелаг еннелле кайма тухнă хыççăн виççĕмĕш кунне Амалик çыннисем кăнтăр енчен Секелаг хулине тапăннă, Секелага туртса илнĕ те вутçулăмпа çунтарса янă,
(2) хулари пĕтĕм хĕрарăма [тата ыттисене те] — ваттине те, вĕттине те — пĕрне те вĕлермен, тыткăна илнĕ те хăйсен çулĕпе тухса кайнă.
(3) Давидпа унăн çыннисем хулана пырса çитнĕ те — акă хулана çунтарса янă, вĕсен арăмĕсене, ывăлĕсемпе хĕрĕсене тыткăна илсе кайнă.
(4) Ĕнтĕ Давид та, унпа пĕрле пулнă халăх та кăшкăрсататăлса макăрнă, макăрмашкăн вăйĕ юлмичченех макăрнă.
(5) Давидăн икĕ арăмне те — Изреель хĕрне Ахиноамăна тата Авигейăна, Навал арăмĕ пулнăскере, Кармил хĕрне — тыткăна илнĕ.
(6) Пĕтĕм халăх чунтанвартан хуйхăрнă, кашнийĕ хăйĕн ывăлĕшĕн, хăйĕн хĕрĕшĕн куляннă; халăх ĕнтĕ ДАвида чулпа персе вĕлересшĕн пулнă, çавăнпа Давид аптăрасах ÿкнĕ.
(7) Анчах Давид хăйĕн Çÿлхуçа Туррине шаннипе кăмăлне çирĕплетнĕ, вăл Авиафар священника, Ахимелех ывăлне, çапла каланă: мана ефод илсе килсе парха, тенĕ. Авиафар ДАвида ефод илсе пырса панă.
(8) Давид Çÿлхуçана тархасласа чĕнсе çапла каланă: йĕрлесе каймаллаи манăн çак эшкере, хăваласа çитĕпи ăна? тенĕ. Пĕлтернĕ ăна: йĕрлесе кай, çитетĕн те туртса илетĕн, тенĕ.
(9) Вара Давид тата унпа пĕрле ултçĕр ар кайнă; Восор юхăм шывĕ патне пырса çитнĕ, ывăннăскерсем, унта чарăнса тăнă.
(10) Давид хăй тата тăватçĕр çын малалла йĕрлесе кайнă; икçĕр çынни, Восор юхăм шывĕ урлă каçма вăй çитереймесĕр, унтах юлнă. пХирте Египет çыннине тĕл пулнă та ăна Давид патне илсе пынă, ăна çăкăр панă, вăл çинĕ, ăна тата шыв ĕçтернĕ;
(12) ăна çур çыхă смоква çырли, икĕ çыхă иçĕм çырли панă, вăл çавна çисе вăй илнĕ: вăл ĕнтĕ виçĕ кун та виçĕ çĕр апат çимен, шыв ĕçмен пулнă.
(13) Давид ăна: кам эсĕ, ăçтисем эсĕ? тенĕ. Вăл каланă: эпĕ — Египет ачи, Амалик çыннин чури; чирлесе ÿкрĕм те, хуçам мана пăрахса хăварчĕ, ĕнтĕ виççĕмĕш кун чирлетĕп;
(14) эпир Керети çĕрĕн кăнтăр пайне, Иуда çĕрне тата Халевăн кăнтăр пайне тапăнса кĕтĕмĕр, Секелага вара çунтарсах ятăмăр, тенĕ.
(15) Давид ăна каланă: эсĕ мана çав эшкер патне илсе çитеретĕни? тенĕ. Лешĕ каланă: мана вĕлерместĕп тата мана хамăн хуçа аллине памастăп тесе Турă ячĕпе тупа ту, вара эпĕ сана çав эшкер патне илсе çитеретĕп, тенĕ.
(16) [Давид ăна тупа тунă,] лешĕ ăна ертсе кайнă; акă амаликсем, çав çĕршывра тĕрлĕ енне сапаланса, ĕçеççĕ те çиеççĕ, Филисти çĕрĕнче тата Иудея çĕрĕнче хăйсем туртса илнĕ пысăк тупăшшăн савăн са уяв тăваççĕ.
(17) Давид [вĕсене] тĕттĕм пуласпа [тапăннă] та вĕсене тепĕр кунхи каçченех аркатнă; тĕвесем çине ларса тарнă тăватçĕр яш ачасăр пуçне ыттисем пĕри те хăтăлайман.
(18) Давид амаликсем çаратнине пĕтĕмпех каялла туртса илнĕ, хăйĕн икĕ арăмне те туртса илнĕ.
(19) Нимĕн те çухалман вĕсен, пĕчĕкки те, пысăкки те, ывăлĕсенчен те, хĕрĕсенчен те, амаликсем çаратса туртса илнинчен нимĕн те çухалман; Давид пĕтĕмпех каялла тавăрнă.
(20) Давид вак выльăха та, шултăра выльăха та туртса илнĕ, вĕсене хăйсен выльăхĕ умĕнчен хăваласа пынă, пурте: ку вăл — Давид тупăшĕ, тенĕ.
(21) Давид леш икçĕр çын патне — вăйсăрланнине пула ыттисемпе пĕрле пырайманран Восор юхăм шывĕ патĕнче тăратса хăварнă çынсем патне — пырса çитнĕ, вĕсем Давидпа унăн çыннисене хирĕç тухнă. Давид, çав çынсем патне пырса, вĕсене сывлăх суннă.
(22) Çавăн чухне Давидпа пĕрле вăрçăра пулнă хăшпĕр усал та юрăхсăр çынсем çапла калама пуçланă: вĕсем пирĕнпе пымарĕç, çавăнпа хамăр туртса илнĕ тупăшран вĕсене нимĕн те памастпăр; кашнийĕ хăйĕн арăмĕпе ачисене илтĕр те кайтăр, тенĕ.(23) Анчах Давид çапла каланă: тăванăмсем, ун пек ан тăвăр, Çÿлхуçа пире çакна панă хыççăн, пире сыхласа хăварнă хыççăн, хамăра хирĕç килнĕ эшкере пирĕн алла панă хыççăн ун пек ан тăвăр.
(24) Сире никам та итлес çук! [Вĕсем пирĕнтен япăх мар.] Вăрçа кайнисене мĕн чухлĕ пай лекет, лавсемпе юлнисене те çавăн чухлех памалла: пурне те пĕр пек пайласа памалла, тенĕ.
(25) Çав вăхăтран пуçласа кайран та çаплах пулнă; вăл çакна Израильшĕн паян кунчченех пыракан çирĕп йĕрке туса хунă.
(26) Давид Секелага çитнĕ, тупăш пайне Иудейăн аслă çыннисем патне, хăйĕн тусĕсем патне ăсатса, çапла каланă: «Çÿлхуçа тăшманĕсенчен туртса илнĕ тупăшран акă сире парне ярса паратпăр» тенĕ,
(27) ăна çак хулара пурăнакансене панă: Вефильре, кăнтăр Рамофра, Иаттирта, [Гефорта,]
(28) Ароерта, [Аммадра,] Шифмофра, Естемоара, [Гефра,]
(29) [Кинанăра, Сафенра, Фимафра,] Рахалра, Иерахмеель хулисемпе Кеней хулисенче,
(30) Хормара, Хорашанра, Атахра,
(31) Хевронра тата Давидпа унăн çыннисем çÿренĕ вырăнсенче пурăнакансене валеçсе панă.
Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 ]
31
(1) Филистимсем Израильсемпе çапăçнă, Израиль арĕсем Филистимсенчен тарнă чухне Гелвуй тăвĕ çинче вилевиле выртса юлнă.
(2) Филистимсем Саулпа унăн ывăлĕсене хăваласа çитнĕ, ĕнтĕ Филистимсем Саул ывăлĕсене — Ионафана, Аминадава тата Малхисуана — вĕлернĕ.
(3) Саула хирĕç питĕ хаяррăн çапăçнă, пур енчен те ухăпа пенĕ, ăна хăрушла амантса пĕтернĕ.
(4) Саул вара кăрал йăтса çÿрекен çыннине каланă: хĕçне кăлар та мана чиксе пăрах — çав ÿт кастарман çынсем килсе ан вĕлерччĕр мана, ан мăшкăллаччăр мана, тенĕ. Анчах кăрал йăтса çÿрекенĕ ун пек тума хăяйман, мĕншĕн тесессĕн питĕ хăранă. Вара Саул хăйĕн хĕçне илнĕ те ун çине тăрăннă.
(5) Саул вилнине курсассăн, кăрал йăтса çÿрекенĕ те хăйĕн хĕçĕ çине тăрăнса унпа пĕрлех вилнĕ.
(6) Саулпа унăн виçĕ ывăлĕ, унăн кăрал йăтса çÿрекен çынни çав кун çапла вилнĕ, унпа пĕрле унăн пĕтĕм çынни те пĕтнĕ.
(7) Айлăм енче, Иордан леш енче пурăнакан Израиль халăхĕ Израильсем тарнине тата Саулпа унăн ывăлĕсем вилнине курсассăн, хăйсен хулисене пăрахса хăварса, тарса пĕтнĕ, Филистимсем ĕнтĕ пынă та çав хуласене йышăннă.
(8) Тепĕр кунне Филистимсем вилнĕ çынсене çаратма пынă та Гелвуй тăвĕ çинче выртса юлнă Саулпа унăн виçĕ ывăлне тупнă.
(9) Вара [ăна çавăрса пăрахнă та] пуçне касса татнă, кăралне хывса илнĕ, унтан хăйсем çĕнтерни çинчен хăйсен йĕрĕхĕсен çурчĕсенче тата халăха пĕлтермешкĕн пĕтĕм Филисти çĕрĕ тăрăх кăтартса çÿреме кăларса янă;
(10) унăн кăралне Астарта çуртне хунă, ÿтне БефСан хÿми çине çакнă. пФилистимсем Саул тĕлĕшĕнчен мĕн туни çинчен Галаадри Иавис çыннисем илтнĕ те,
(12) мĕнпур вăйпитти çын кар хускалнă, вĕсем çĕрĕпе утнă, Саулпа унăн ывăлĕсен ÿчĕсене БефСан хÿми çинчен антарса Иависа илсе çитернĕ, вĕсене çавăнта çунтарса янă;
(13) унтан, вĕсен шăммисене пухса, Иависри юман айне пытарнă, ун хыççăн çичĕ кун типĕ тытнă.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓