Израиль Тÿрисен Кĕнеки


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Израиль Тÿрисен Кĕнеки

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

1

(1) Иисус вилсессĕн, Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçаран çапла ыйтнă: Ханаансене хирĕç пирĕн хушшăмăртан малтан кам тапăнса тухать? тенĕ.

(2) Çÿлхуçа каланă: Иуда тухать; акă çак çĕре Эпĕ унăн аллине паратăп, тенĕ.

(3) Иуда вара Симеона, хăйĕн пиччĕшне, каланă: манпа пĕр пулса ман шăпама кĕрсемччĕ — Ханаансемпе çапăçăпăр; эпĕ те сан шăпуна пайлăп, тенĕ. Симеон вара унпа пĕрле кайнă.

(4) Иуда ĕнтĕ тапранса тухнă, Ханаансемпе ферезейсене Çÿлхуçа вĕсен аллине ÿкернĕ, Везек теекен вырăнта вĕсем тăшманĕсене вунă пин çын пĕтернĕ.

(5) Везекра вĕсем Адони-Везек çарĕпе тĕл пулнă, унпа çапăçăва кĕнĕ те Ханаансемпе ферезейсене çапса салатнă.

(6) Адони-Везек тарса хăтăласшăн пулнă, анчах та ăна хăваласа çитсе тытнă та унăн аллипе урин пуç пÿрнисене касса татнă.

(7) Çавăн чухне Адони-Везек каланă: аллисемпе урисен пуç пÿрнисене касса татнă çитмĕл патша ман сĕтелĕм айĕнче апат [тĕпренчĕкĕ] пуçтаратчĕ; хам мĕнле турăм, Турă мана çавнах кăтартрĕ иккен, тенĕ. Ăна Иерусалима илсе пынă, вăл çавăнта вилнĕ.

(8) Ĕнтĕ Иуда ывăлĕсем Иерусалима хирĕç çапăçнă, ăна туртса илнĕ те, çыннисене хĕçпе касса тухса, хулине вут тивертсе янă.

(9) Çавăн хыççăн Иуда ывăлĕсем тусем хушшинче тата кăнтăр енчи çĕрсемпе айлăм вырăнсенче пурăнакан Ханаансемпе çапăçма кайнă.

(10) Унтан Иуда Хеврон хулинче [унччен вăл КириафАрба ятлă пулнă] пурăнакан Ханаансене тапăннă, [Енак йăхĕн çыннисене] Шешая, Ахимана тата Фалмая тĕп тунă. пУнтан вăл Давир хули çыннисене хирĕç кайнă; ĕлĕк ку хула Кириаф-Сефер ятлă пулнă.

(12) Çавăн чухне Халев каланă: кам та кам Кириаф-Сефер хулине парăнтарса туртса илет, çав çынна хамăн Ахса хĕрĕме качча парăп, тенĕ.

(13) Хулине Гофониил — Халев шăллĕн Кеназăн ывăлĕ — çĕнтернĕ, Халев вара ăна хăйĕн Ахса хĕрне качча панă.

(14) Тăван килĕнчен тухса кайнă чухне Ахса, Гофониил ăс панипе, ашшĕнчен хăй валли хир ыйтма шутланă та ашакĕ çинчен аннă. Халев: мĕн кирлĕ сана? тенĕ.

(15) [Ахса] ăна каланă: мана пиллĕх парсамччĕ; эсĕ мана кăнтăр енче çĕр патăн, тата çăлкуçĕсем те парсамччĕ, тенĕ. Вара, [хĕрĕн кăмăлне çырлахтарса,] Халев ăна тури çăлсемпе анатри çăлсене панă.

(16) Кеней çыннин [Иофорăн], Моисей хунĕн, ывăлĕсем — унччен Пальма хулинче пурăннăскерсем — Иуда ывăлĕсем пе пĕрле Арад хулинчен кăнтăралла выртакан Иуда пушхирне кайнă та çавăнти халăх хушшинче пурăнма пуçланă.

(17) Иуда хăйĕн пиччĕшĕпе Симеонпа пĕрле кайнă та Цефаф хулинче пурăнакан Ханаансене çапса салатнă, хулине вара пĕтмелле тупаланă, çавăнпа çак хулана Хорма теççĕ.

(18) Иуда тата Газа хулипе унăн çĕрĕсене, Аскалон хулипе унăн çĕрĕсене, Екрон хулипе унăн çĕрĕсене, [Азот хулипе унăн çĕрĕсене] ярса илнĕ.

(19) Иудăпа пĕрле Çÿлхуçа пулнă, вăл ĕнтĕ тусăртлă çĕре ярса илнĕ; анчах та айлăм çĕрте пурăнакансене хăваласа ярайман, мĕншĕн тесессĕн лешĕсен тимĕртен тунă вăрçă ураписем пулнă.

(20) Моисей каланă пек, Хеврон хулине Халева панă, [тата вăл çавăнта Енак ывăлĕсен виçĕ хулине еткере илнĕ], çавăнтан Енакăн виçĕ ывăлне хăваласа янă.(21) Анчах та Вениамин ывăлĕсем Иерусалим хулинче пурăнакан иевусейсене хăваласа ярайман, иевусейсем паян кунчченех Вениамин ывăлĕсемпе пĕрле Иерусалимра пурăнаççĕ.

(22) Иосиф ывăлĕсем Вефиль хули çине те кайнă, вĕсемпе Çÿлхуçа пулнă.

(23) [Чарăнса тăрса,] Иосиф ывăлĕсем Вефиль хулине куçласа тăнă [унччен ку хула Луз ятлă пулнă].

(24) Хуралçăсем хула енчен килекен çынна асăрханă та [ăна ярса тытса] çапла каланă: хулана хăш тĕлтен кĕмеллине кăтарт пире, вара сана тивмĕпĕр, тенĕ.

(25) Çав çын хулана ăçтан кĕмеллине кăтартнă, Иосиф ывăлĕсем вара хулана кĕрсе йăлтах хĕçпе тĕп туса тухнă, ĕнтĕ леш çыннипе унăн тăванĕсене тĕкĕнмен.

(26) Çав çын кайран хетсен çĕрне кайнă та [унта] хула лартнă, ăна Луз тесе ят панă. Ун ячĕ паян кунчченех çавăн пек.

(27) Манассия та Бефсан хулипе [ăна Скифополь те теççĕ] ăна пăхăнса тăракан хуласенче, Фаанах хулипе ăна пăхăнса тăракан хуласенче, Дор хулипе ăна пăхăнса тăракан хуласенче, Ивлеам хулипе ăна пăхăнса тăракан хуласенче, Мегиддон хулипе ăна пăхăнса тăракан хуласенче пурăнакансене хăваласа яман; Ханаансем çав çĕртех пурăнма юлнă.

(28) Вăй илсе çитерсессĕн, Израиль Ханаансене хырçă тÿлесе тăмалла тунă, анчах хăвалама хăваласа яман вĕсене.

(29) Ефрем те Газер хулинче пурăнакан Ханаансене хăваласа яман; Ханаансем вара Газерта вĕсем хушшинче пурăннă, [вĕсене хырçă тÿленĕ].

(303) авулон та Китрон тата Наглол хулисенче пурăнакансене хăваласа яман, Ханаансем вара вĕсем хушшинче пурăннă, вĕсене хырçă тÿленĕ.

(31) Асир та Акко хулинче пурăнакансене, [хăйне хырçă тÿлесе тăракансене, тата Дор хулинче пурăнакансене,] Сидон, Ахлав, Ахзив, Хелва, Афек, Рехов хулисенче пурăнакансене хăваласа яман.(32) Асир йăхĕ çапла, хăй çав çĕрте пурăнакан Ханаансене хăваласа яманнипе, вĕсем хушшинчех пурăннă.

(33) Неффалим та Вефсамис хулинче пурăнакансене, БЕфанаф хулинче пурăнакансене хăваласа яман, çавăнпа вăл çак çĕрте пурăнакан Ханаансем хушшинче пурăннă; Вефсамиспа БЕфанаф çыннисем ăна хырçă тÿленĕ.

(34) Сăртту çинче пурăнакан Дан ывăлĕсене вара аморрейсем хĕстерсех çитернĕ, вĕсене айлăма анма та паман.

(35) Аморрейсем çапла Херес тăвĕ çинче [упапа тилĕ пур çĕрте] пурăнма юлнă, Аиалон тата Шаалвим теекен вырăнсенче пурăннă; каярахпа аморрейсене Иосиф ывăлĕсем çĕнтерсе пăхăнтарнă та вĕсене хырçă тÿлеттерсе тăнă.

(36) Аморрейсен çĕрĕ Акравим сăртĕнчен тата Села хулинчен пуçланса тавраналла сарăлса выртнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

2

(1) Галгал хулинчен Бохим теекен вырăна [тата Вефиль хулине те, Израиль килне те] Çÿлхуçа Ангелĕ пынă та каланă [вĕсене: Çÿлхуçа çапла калать]: Эпĕ сире Египетран илсе тухрăм, [сире пама пулса] аçăрсене тупа туса каланă çĕршыва илсе çитертĕм, Эпĕ каларăм: «Сирĕнпе хывнă Хамăн халалăма ĕмĕрне те пăсмăп;

(2) эсир те çакă çĕр çинче пурăнакансемпе килĕшĕве ан кĕрĕр; [вĕсенĕн туррисене ан пуççапăр, вĕсенĕн йĕрĕхĕсене çапса салатăр,] вĕсенĕн чÿк вырăнĕсене аркатăр» терĕм. Анчах эсир Манăн сăмахăма итлемерĕр. Мĕн турăр эсир?

(3) Çавăнпа калатăп та Эпĕ: [унччен хăваласа яма шутланă çынсене халĕ ĕнтĕ урăх вырăна куçармастăп,] вĕсене сирĕн патăртан хăваласа ямастăп, вĕсем сирĕншĕн мăйкăч пулĕç, вĕсенĕн туррисем сирĕншĕн серепе пулĕç.

(4) Турă Ангелĕ Израиль ывăлĕсене çапла каласассăн, халăх хыттăн ÿлесе йĕрсе янă.

(5) Çавăнпа ĕнтĕ вăл вырăна Бохим {йĕрекенсем} тесе ят панă. Унта вĕсем Çÿлхуçана парне кÿнĕ.

(6) Иисус халăха саланма каласан, Израиль ывăлĕсем [кашнийĕ хăйĕн килне,] кашнийĕ хăйне тивĕçнĕ еткер çĕрне кайнă.

(7) Ун чухне — Иисусăн мĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех, ун хыççăн юлса пурăннă, Çÿлхуçанăн Израильшĕн тунă пур чаплă ĕçне те курнă аслă çынсен ĕмĕрĕнче те — халăх Турра пăхăнса тăнă.

(8) Анчах çĕр вунă çула çитнĕ Иисус — Нав ывăлĕ, Турă чури — вилсессĕн,

(9) ăна хăйĕн еткер çĕрĕ çинче, Гааш тăвĕнчен çурçĕр енче выртакан Ефрем тăвĕ çинчи ФамнафСараи хулине, пытарсассăн,

(10) çавăн чухне пурăннă пĕтĕм халăх хăйсен ашшĕсем патне ăсанса пĕтсессĕн, ун хыççăн Çÿлхуçана та, Унăн Израилыиĕн тунă ĕçĕсене те пĕлмен тепĕр ăру çĕкленсессĕн,

(11) Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçа умĕнче усал ĕçсем тума тытăннă, тĕрлĕ Ваалсене пуççапма пуçланă;

(12) ашшĕсенĕн Çÿлхуçа Туррине — хăйсен ашшĕсене Египет çĕрĕнчен илсе тухнă Турра — пăрахса, урăх турăсем енне, таврара пурăнакан халăхсен туррисем енне, çаврăннă, çавсене пуççапма пикеннĕ, Çÿлхуçана çиллентерсех тăнă;

(13) вĕсем Çÿлхуçаран хăпнă, Ваала тата Астартăсене пăхăнса тăра пуçланă. * Йĕрекенсем.

(14) Вара Çÿлхуçа çилли тулса çитнĕ, Вăл Израиле вăрăхурах аллине панă, çаратнă вĕсене; Вăл вĕсене йĕритаврах хупăрласа тăракан тăшманĕсен аллине панă, вĕсем ĕнтĕ хăйсен тăшманĕсене хирĕç тытăнса тăрайман.

(15) Çÿлхуçа хăйсене каланă пек, Çÿлхуçа хăйсене тупа тунă пек, кирек ăçта кайсассăн та Çÿлхуçа алли вĕсене усала пулнă. Вĕсене питех те хĕн килнĕ.

(16) Çÿлхуçа [вĕсем валли] тÿресем лартнă, кусем вĕсене вăрăхурах аллинчен хăтарса тăнă;

(17) анчах вĕсем тÿресене те итлемен, урăх турăсем хыççăн асса çÿренĕ, вĕсене пуççапнă, [çапла Çÿлхуçана çиллентернĕ,] часах Çÿлхуçа хушнă пек пурăннă ашшĕсенĕн çулĕнчен пăрăннă. Вĕсен ашшĕсем ун пек туман.

(18) Вĕсем валли тÿре лартнă чухне Çÿлхуçа Хăй тÿрепе пĕрле пулнă, тÿре пурăннă чухне Çÿлхуçа вĕсене тăшмансенчен хăтарса тăнă: вĕсем тертпе пусмăр айĕнче йынăшнине илтсе Çÿлхуçа вĕсене хĕрхеннĕ.(19) Анчах, тÿре вилсенех, вĕсем каллех ашшĕсенчен начартарах тума пуçланă: урăх турăсен енне сулăнса вĕсене пăхăннă, пуççапнă. Хăйсен ирсĕр ĕçĕсене пăрахман, хăйсен ултавлă çулĕнчен пăрăнман.

(20) Израиль çапла тунăшăн Çÿлхуçа çилли тулса çитнĕ, Вăл каланă: çак халăх Эпĕ хăйсен ашшĕсемпе хывнă халала пăснăшăн, Манăн сăмахăма итлеменшĕн,

(21) Эпĕ те ĕнтĕ [Нав ывăлĕ] Иисус хăй вилнĕ чухне [çĕр çине] хăварнă халăхсенчен пĕрне те кунтан хăваламăп —

(22) вĕсем Израиле сăнама пулччăр: Израиль ывăлĕсем, хăйсен ашшĕсем пек, Çÿлхуçа çулĕнчен пăрăнмасăр çÿрĕçи, çав çулпа кайĕçи е урăхла тăвĕçи? тенĕ.

(23) Çÿлхуçа вара çав халăхсене вырăнтах хăварнă, вĕсене часах хăваласа яман, Иисус аллине те паман.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

3

(1) – (2) Израиль ывăлĕсен килес ăрăвĕсем, вăрçă курманскерсем, вăрçă мĕнне пĕлччĕр, çапăçма вĕренччĕр тесе, Израильсене — Ханаан вăрçисене пĕлмен скерсене — сăнама Çÿлхуçа хăварнă халăхсем çаксем:

(3) пилĕк пуçлăха пăхăнса тăракан Филисти халăхĕ, мĕнпур Ханаан, Сидон халăхĕ тата Ливан тăвĕ çинче, ВаалЕрмон тăвĕпе Емаф хули хушшинче пурăнакан евейсем.

(4) Вĕсене Израиль ывăлĕсене сăнаматĕрĕслеме, вĕсем хăйсен ашшĕсене Çÿлхуçа Моисей урлă панă ÿкĕтсене пăхăнса пурăннипурăнманнине пĕлме хăварнă.

(5) Израиль ывăлĕсем вара Ханаансем, хетсем, аморрейсем, ферезейсем, евейсем, [гергесейсем] тата иевусейсем хушшинче пурăннă,

(6) вĕсен хĕрĕсене качча илнĕ, хăйсен хĕрĕсене вĕсен ывăлĕсене качча панă, вĕсен туррисене пуççапнă.

(7) Çапла Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçа умĕнче усал ĕç тунă, Çÿлхуçана, хăйсен Туррине, манса, Ваалсемпе Астартăсене пуççапнă.

(8) Вара Çÿлхуçа çилли тулса çитнĕ, Израиле Вăл Месопотами патши Хусарсафем аллине панă, Израиль ывăлĕсем сакăр çул ХусарсаФема пăхăнса пурăннă.

(9) Ĕнтĕ Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçана йĕрейĕре тархаслама тытăннă, Çÿлхуçа вара вĕсем валли çăлакана — Гофониила, Халев шăллĕн Кеназăн ывăлне — çĕкленĕ, вăл Израиль ывăлĕсене çăлăнăç панă.

(10) Ун çинче Турă Сывлăшĕ пулнă, вăл Израиль тÿри пулнă. Вăл [ХусарсаФема хирĕç] вăрçа тухнă, Çÿлхуçа Месопотами патшине ХусарсаФема ун аллине ÿкернĕ, Гофониил вара ХусарсаФема парăнтарнă. иÇĕр çинче хĕрĕх çул лăпкă самана тăнă. Ентĕ Гофониил, Кеназ ывăлĕ, вилнĕ.

(12) Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçа умĕнче каллех усал ĕçе тытăннă, вĕсем усал ĕç тунăшăн Çÿлхуçа Израильсене хирĕç Еглона, Моав патшине, тĕреклĕлетнĕ.

(13) Çав патша [пĕтĕм] Аммон халăхĕпе Амалик халăхне хăй патне пуçтарнă та Израиле тапăннă, ăна çĕнтерсе Пальма хулине ярса илнĕ.

(14) Израиль ывăлĕсем Еглона, Моав патшине, вунсакăр çул пăхăнса пурăннă.

(15) Ĕнтĕ Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçана йĕрейĕре тархаслама тытăннă, Çÿлхуçа вĕсем валли çăлакана — Аода, Иемени ывăлĕн Геран ывăлне — çĕкленĕ. Аод лÿкше пулнă. Израиль ывăлĕсем ăна Моав патши Еглон патне парнесемпе янă.

(16) Аод хăй валли икĕ енĕ те вичкĕн, чике тăршшĕ хĕç тунă та ăна пилĕкĕнчен, хăй юпăнчи айĕнчен, сылтăм енне çакса янă,

(17) [çапла пырса кĕнĕ те] Еглона, Моав патшине, парнесем панă; Еглонĕ шутсăр самăр çын пулнă.

(18) Пĕтĕм парнине сăйласа панă хыççăн, парне йăтса килнĕ çынсене ăсатса ярсассăн,

(19) Аод, кайма тухнăскер, Галгал теекен вырăнти чул йĕрĕхсем патне çитсессĕн, каялла таврăннă та каланă: патша, ман сана вăрттăн каламалли сăмах пур, тенĕ. Патша: шăп пулăр! тенĕ. Вара ун çумĕнче тăракансем пурте ун патĕнчен тухнă.

(20) Аод патша патне кĕнĕ: лешĕ хăйĕн çÿлти пÿлĕмĕнче, сулхăн пÿлĕмре, ларнă. Аод ăна каланă: [патша,] ман сана Турă сăмахне пĕлтермелле, тенĕ. [Еглон] пуканĕ çинчен тăнă.

(21) [Вăл ура çине тăрсан,] Аод сулахай аллине тăсса сылтăм енне çакнă хĕçне ярса тытнă та патшана ăшĕнчен чикнĕ;

(22) вăл хĕçне каялла туртса кăларман, çавăнпа унăн çивĕчĕшĕ çеç мар, аври те шалах кĕрсе кайнă, вара пĕтĕм хĕç ÿтпе хупланнă.

(23) Аод ĕнтĕ, юнашар пÿлĕме тухса, çÿлти пÿлĕмĕн алăкĕсене хупсапитĕрсех хăварнă.

(24) Вăл кайсанах Еглон чурисем пынă та — пăхаççĕ: акă çÿлти пÿлĕм алăкĕсене хупсапитĕрсех хăварнă, вĕсем вара: вăл сулхăн пÿлĕме хăй ĕçĕпе кĕнĕ пулĕха, теççĕ.

(25) Чурасем чылайччен кĕтсе тăнă, анчах та çÿлти пÿлĕмĕн алăкне никам та уçманнине кура уçăсем илсе пÿлĕме уçнă та, акă ĕнтĕ вĕсенĕн хуçи урайĕнче вилĕ выртать.

(26) Вĕсем нимĕн тума аптăраса тăнă вăхăтра Аод тухса кайнă, [ăна никам та аса илмен,] чул йĕрĕхсем тĕлĕнчен иртсе, Сеираф теекен вырăна тарса ÿкнĕ.

(27) [Израиль çĕрне] таврăнсан вара [Аод] Ефрем тăвĕ çинче какăрпа кăшкăртса янă та, Израиль ывăлĕсем унпа пĕрле ту çинчен аннă, хăй вăл вĕсен умĕнчен пынă.

(28) Халăха вăл çапла каланă: ман хыçран пырăр, тăшманăрсене, моавсене, Çÿлхуçа [Турă] сирĕн аллăра пачĕ, тенĕ. Пурте ун хыçĕнчен кайнă, вĕсем Иордан урлă Моав енне каçмалли тĕле ярса илнĕ те никама та каçма паман.

(29) Çавăн чухне моавсене вунă пин çынна яхăн пĕтернĕ, çыннисем пурте сывă та тĕреклĕ пулнă, вĕсем пĕри те тарса хăтăлайман.

(30) Моавсем çав кун Израиле çапла парăннă, çĕр çинче вара сакăрвунă çул лăпкă самана тăнă. [Мĕн виличченех Аод вĕсен тÿри пулнă.]

(31) Ун хыççăн Самегар, Анаф ывăлĕ, тÿре пулнă, вăл вăкăр хăваламалли патакпа филистимсен ултçĕр çыннине çапса вĕлернĕ; вăл та Израиле çăлса хăварнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

4

(1) Аод вилсен, Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçа умĕнче каллех усал ĕçе тытăннă.

(2) Çÿлхуçа вара вĕсене Асор хулинче патшара ларакан Ханаан патши Иавин аллине панă; унăн çарпуçĕ ХарошефГоим хулинче пурăнакан Сисара пулнă.

(3) Израиль ывăлĕсем Турра йĕрейĕре тархаслама пикеннĕ, мĕншĕн тесессĕн çав çарпуçĕн тимĕртен тунă тăхăрçĕр вăрçă урапи пулнă, вăл Израиль ывăлĕсене çирĕм çул хĕсĕрлесе пурăннă.

(4) Çав вăхăтра Израиль тÿри Девора пророк, Лапидоф арăмĕ, пулнă;

(5) вăл Ефрем тăвĕ çинче, Рама хулипе Вефиль хули хушшинче ларакан пальма, Девора Пальми, айĕнче пурăннă; Израиль ывăлĕсем ун патне [çавăнта] сута çÿренĕ.

(6) [Девора] Кедесран — Неффалимсен хулинчен — Варака, Авиноам ывăлне, чĕнтерсе илнĕ те каланă ăна: Çÿлхуçа, Израиль Турри, [сана] çапла хушать: кай та — Неффалим ывăлĕсемпе Завулон ывăлĕсенчен хăвăнпа пĕрле вунă пин çын ил те Фавор тăвĕ çине улăх.

(7) Эпĕ сан патна, Киссон юхăм шывĕ хĕррине, Иавинăн çар пуçлăхне Сисарăна, унăн вăрçă ураписемпе унăн йышлă çарне илсе пырăп, ăна сан аллуна парăп, тет, тенĕ.

(8) Варак ăна каланă: эсĕ манпа пырсассăн — каятăп; манпа пĕрле пымасассăн — каймастăп, [мĕншĕн тесессĕн эпĕ Çÿлхуçа манпа пĕрле хăш кун Ангел ярасса пĕлместĕп,] тенĕ.

(9) Девора каланă [ăна]: пырасса пырăп санпа пĕрле, анчах [пĕлсех тăр:] эсĕ каякан çул çинче чапĕ сана пулмĕ; Çÿлхуçа Сисарăна хĕрарăм аллине ÿкерĕ, тенĕ. Девора вара Варакпа пĕрле Кедес хулине кайнă.

(10) Варак ĕнтĕ Завулонсемпе Неффалимсене Кедес хулине чĕнсе пуçтарнă, ун хыçĕнчен вунă пин çын кайнă, Девора та унпа пĕрле пынă. пÇавăн чухне Кеней çынни Хевер, хăй халăхĕнчен — Моисейпе хурăнташлă Ховав ывăлĕсенчен — уйрăлса, Кедес çывăхĕнчи Цаанним юманлăхне чатăр карса лартнă.

(12) Варак, Авиноам ывăлĕ, Фавор тăвĕ çине хăпарнине Сисарăна пĕлтернĕ ĕнтĕ.

(13) Сисара вара ХарошефГоимри хăйĕн пĕтĕм халăхне, тимĕртен тунă пĕтĕм тăхăрçĕр çар урапине Киссон шывĕ хĕррине пуçтарса тăратнă.

(14) Девора Варака каланă: хатĕрлен, Çÿлхуçа çак кун Сисарăна санăн аллуна парать; сан умăнтан Çÿлхуçа Хăй пырĕ, тенĕ. Варак вара Фавор тăвĕ çинчен аннă, вунă пин çынни те ун хыçĕнчен аннă.

(15) Çавăн чухне Çÿлхуçа, Варак хĕçĕпе сехĕрлентерсе, Сисарăна, унăн пĕтĕм вăрçă урапине, унăн пĕтĕм çарне чăлхантарса ÿкернĕ; Сисара, çар урапи çинчен анса, çуран тарма пуçланă.

(16) Варак [унăн] вăрçă урапийĕсемпе çарне ХарошефГоима çитиччен хăваласа кайнă, Сисарăн пĕтĕм çарне хĕçпе вакланă, пĕр çын та чĕрĕ юлман.

(17) Çуран таракан Сисара ĕнтĕ Иаиль чатăрĕ патне çитсе ÿкнĕ. Иаиль вăл Кеней çыннин Хеверĕн арăмĕ пулнă; Асор патши Иавин вара Кеней çыннин Хеверĕн килĕпе килĕшÿллĕ пурăннă.

(18) Иаиль Сисарăна хирĕç тухнă, каланă ăна: хуçамăм, кĕрех ман патăма, кĕрех, ан хăра, тенĕ. Сисара чатăра кĕнĕ, Иаиль ăна кавирпе витсе вырттарнă.

(19) [Сисара] ăна каланă: кăштах шыв парсамччĕ мана, ĕçес килет, тенĕ. Иаиль вара сĕт тытакан тир хутаçа салтса ăна сĕт ĕçтернĕ, унтан каллех кавирпе витсе вырттарнă.

(20) [Сисара] ăна каланă: эсĕ алăк патне тăр, кам та кам килес пулсан, «кунта çын пури?» тесе ыйтас пулсан, эсĕ «çук» те, тенĕ.

(21) Иаиль, Хевер арăмĕ, чатăртан шĕвĕр шалча туртса кăларнă, аллине мăлатук тытнă, унтан ĕшеннипе çывăрса кайнă Сисара патне систермесĕр пырса, ăна тăнлавĕнчен шалчапа чиксе çĕр çумне пăталасах лартнă; Сисара вилнĕ.

(22) Акă Сисарăна хăвалакан Варак çак тĕле çитнĕ. Иаиль ăна хирĕç тухнă та: кĕрха, эпĕ сана хăв шыракан çынна кăтартăп, тенĕ. Варак чатăра кĕнĕ, акă вилнĕ Сисара урайĕнче выртать, тăнлавĕнчен ăна шалча тăрăнтарнă.

(23) Çав кун [Çÿлхуçа] Израиль ывăлĕсем умĕнче Ханаан патшине Иавина парăнтарнă.

(24) Израиль ывăлĕсем Ханаан патшине Иавина хĕстернĕçем хĕстерсе пынă, унтан вĕсем Ханаан патшине Иавина тĕппипех пĕтернĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

5

(1) Çав кун Девора тата Варак, Авиноам ывăлĕ, çапла каласа юрланă:

(2) Израиль тавăрчĕ, халăх хастарлăх кăтартрĕ; Çÿлхуçана мухтăр!

(3) Эй итлĕр, патшасем, тăнлăр, аслă çынсем: эпĕ Çÿлхуçана мухтаса юрлатăп, хĕлĕх янăратса Çÿлхуçана, Израиль Туррине, мухтатăп.

(4) Эй Çÿлхуçамăр, Эсĕ Сеир патĕнчен тухнă чух, Эдом хирĕнчен килнĕ чух çĕр чĕтĕресе тăчĕ, тÿпе хупăрланчĕ, пĕлĕтсем шалкăм çумăр çутарчĕç;

(5) Çÿлхуçа сăнĕ умĕнче тусем кисренчĕç, Çÿлхуçа, Израиль Турри, умĕнче çакă Синай тăвĕ те кисренчĕ.

(6) Анаф ывăлĕ Самегар пурăннă вăхăтра, Иаиль пурăннă вăхăтра çулсем çинче çын та курăнман, ĕлĕк тÿрĕ çулпа çÿренисем ун чухне тавраран çаврăнса çÿренĕ.

(7) Израиль килĕсем пушă ларнă, эпĕ, Девора, çĕклениччен çапла пулнă, эпĕ, Израиль çĕрĕн амăшĕ, çĕклениччен çапла пулнă.

(8) Çĕнĕ турăсем суйласа илнĕ, çавăнпа хапха умне вăрçă çитнĕ. Хĕрĕх пин Израиль ывăлĕн сăнăпа хулкан курăнатчĕи?

(9) Эй Израиль пуçлăхĕсем, халăхшăн тăракансем, чĕрем — сирĕнпе пĕрле; Çÿлхуçана аслăласа мухтăр!

(10) Эй шурă ашак утланса çÿрекенсем, кавир çинче ларакансем, çулсукмакпа пыракансем, мухтав юрри юрлăр! иКĕтÿсене çăл патне хăваласа килекенсем хушшинче те, çавăнта та Çÿлхуçана мухтаса юрлаччăр, Израиль çулпуçĕсене мухтаса юрлаччăр! Çавăн чухне Çÿлхуçа халăхĕ хапха умне тухнă.

(12) Эй çĕклен, çĕклен, Девора! çĕклен, çĕклен! мухтав юрри юрла! Эй Варак, хатĕрлен! Авионам ывăлĕ, тыткăна лекнисене илсе кил!

(13) Çÿлхуçа халăха хăшпĕр паттăрсен аллине çеç пачĕ; мана Вăл харсăррисене пачĕ.

(14) Ефрем патĕнчен Амалик çĕрĕнче тымар ярса пурăнакансем çитрĕç; ун хыççăн Вениамин хăй халăхĕпе çитрĕ; Махир йăхĕнчен çарпуçĕсем, Завулон йăхĕнчен çыруçăсем килчĕç.

(15) Иссахар çулпуçĕсем те — Деворăпа пĕрле, Иссахар та, Варак пекех, айлăмалла çуран ыткăнчĕ. Рувим ăрăвĕсенче вара килĕшÿ çук.

(16) Сурăх картисем хушшинче выльăх макăрнине итлесе ларатăни эсĕ? Рувим ăрăвĕсенче килĕшÿ çук.

(17) Галаад Иорданăн леш енче пĕр шухăшсăр пурăнать, Данăн карапсем пур, унăн та мĕнрен хăрас? Асир тинĕс хĕрринче ларать, карапĕсем — çавăнта, вĕсен хÿттинче вăл пĕр шухăшсăр пурăнать.

(18) Завулон халăхĕ вара вилме хатĕр, Неффалим та — вăрçă хирĕнче.

(19) Килчĕç патшасем, çапăçрĕç, ĕнтĕ Ханаан патшисем Мегиддон шывĕ хĕрринчи Фанаах хули патĕнче çапăçрĕç, анчах пĕр пĕрчĕ кĕмĕл те илеймерĕç.

(20) Тÿпере те çапăçрĕç, çапăçрĕç çăлтăрсем, хăйсен çулĕнчен пăрăнса Сисарăпа çапăçрĕç вĕсем.

(21) Вилнисене Киссон шывĕ юхтарса кайрĕ, Кедумим юхăм шывĕ, Киссон юхăм шывĕ путарчĕ. Эй чунăм, хăватна кăтартсам!

(22) Ентĕ таракан утсен чĕрнисем хуçăлатчĕç, вăйлă юланутсем çапла вирхĕнетчĕç.

(23) Çÿлхуçа Ангелĕ калать: ылханăр Мероз хулине, ылханăр, ылханăр унти çынсене — вĕсем Çÿлху çана пулăшма килмерĕç, Çÿлхуçапа паттăрсене пулăшма васкамарĕç.

(24) Арăмсем хушшинче Иаиль, Кеней çыннин Хеверăн арăмĕ, пиллĕхлĕ пултăр, чатăрти арăмсем хушшинче пиллĕхлĕ пултăр!

(25) Сисара шыв ыйтнă: Иаиль ăна сĕт пырса панă, чаплă чашăка чи тутлă сĕт ярса панă.

(26) [Сулахай] аллине шалча патне, сылтăм аллине мăлатук патне тăснă; Сисарăна вара пуçĕнчен лектернĕ, ăна тăнлавĕнчен чиксе вĕлернĕ.

(27) Лешĕ ун ури умне тайăлнă, çĕре кайса ÿкнĕ, выртнă çапла, ун ури умне тайăлнă, ÿкнĕ, ăçта тайăлнă — çавăнта вилсе выртнă.

(28) Сисара амăшĕ кантăкран пăхать, ун решетки витĕр пăхса макăрать: «Ывăлăмăн утлă çарĕ мĕншĕн халĕ те курăнмастьши, унăн çар ураписем мĕншĕн халĕ те килмеççĕши?»

(29) Ун çумĕнчи хĕрарăмсем, ăслисем, ăна хуравлаççĕ, вăл та хăйне хăех хуравлать:

(30) «Ахăртнех, вĕсем тупнă тупăша уйăраççĕ пулĕ, çар çыннисене кашнине — пĕрер хĕр, икшер хĕр; Сисарăна вара тĕрлĕ тĕслĕ хÿхĕм тум параççĕ — тыткăна лекнĕ çын çинчен сÿсе илнĕ, икĕ енчен те тĕрленĕ тĕрлĕ тĕслĕ хÿхĕм тум параççĕ».

(31) Эй Çÿлхуçа, Санăн пĕтĕм тăшману пĕттĕр! Сана юратакансем хăйĕн пĕтĕм хăватне кăтартса тухакан хĕвел пек пулччăр! Çĕр çинче вара хĕрĕх çул лăпкă самана тăнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

6

(1) Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçа умĕнче каллех усал ĕçе тытăннă, Çÿлхуçа вара вĕсене çичĕ çула Мадиансен аллине панă.

(2) Мадиансем Израиле хытă алăра тытса тăнă, çавăнпа Израиль ывăлĕсем Мадиансенчен ту хушăкĕсенче, çĕр хăвăлĕсенче пытанса пурăннă, вĕсенчен хÿтĕленме хăйсем валли хÿме çавăрса тĕреклĕлетнĕ вырăнсем тунă.

(3) Израиль ывăлĕсем тырăпулă аксан, Мадиансемпе амаликсем тата тухăç енче пурăнакансем килеççĕ те вĕсен çĕрĕнче çÿреççĕ;

(4) вĕсем хушшинче чатăр лартсах пурăнаççĕ, çĕр ÿстерсе паран çимĕçе те Газа патне çитичченех пĕтереççĕ, Израиль валли тăранса пурăнмалăх сурăх та, вăкăр та, ашак та хăвармаççĕ.

(5) Вĕсем хăйсен выльăхчĕрлĕхĕпех, хăйсен чатăрĕсемпех килсе тăнă, хĕрлĕ шăрчăк пек шутсăр йышлăн килнĕ; çыннисен, тĕвисен имĕсумĕ те пулман, Израиль çĕрĕ тăрăх çÿресе вĕсем ăна çапçара тăратса хăварнă.

(6) Израиль çапла Мадиансене пула çука тăрса юлнă, вара Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçана йĕрейĕре тархаслама пикеннĕ.

(7) Израиль ывăлĕсем хăйсене Мадиансенчен хăтарма Çÿлхуçана йăлăнса тархасласассăн,

(8) Çÿлхуçа Израиль ывăлĕсем патне пророк янă, каланă вĕсене: Çÿлхуçа, Израиль Турри, акă çапла калать: Эпĕ сире Египетран илсе тухрăм, сире чуралăх килĕнчен илсе тухрăм;

(9) сире Египет çыннисен аллинчен, хăвăра хĕсĕрлесе тăнă мĕнпур пусмăрçă аллинчен хăтартăм, вĕсене хăвăр патăртан хăваласа ярса сире вĕсен çĕрне патăм,

(10) каларăм сире: «Эпĕ — Çÿлхуçа, сирĕн Туррăр; хăвăр пурăнакан аморрейсен çĕрĕнчи турăсене ан пуççапăр» терĕм; анчах эсир Ман сăмаха итлемерĕр, тет, тенĕ. пÇÿлхуçа Ангелĕ Офра хулине пынă та Авиезер йăхĕнчен тухнă Иоас юманĕ айне ларнă; Иоас ывăлĕ Гедеон çавăн чухне, Мадиансенчен пытанса, юхтаркăчра тулă çапнă пулнă.

(12) Ăна Çÿлхуçа Ангелĕ курăннă та каланă: Çÿлхуçа санпа пĕрле, паттăр çын! тенĕ.

(13) Гедеон ăна каланă: хуçамăм! Çÿлхуçа пирĕнпе пĕрле пулсан, мĕншĕнха пире çак хĕнасап килсе çитрĕ, аттемĕрсем пире: «Египетран пире Çÿлхуçа илсе тухрĕ» тесе каласа паратчĕç, Унăн çав тĕлĕнмелле хăвачĕсем ăçта вара? Халĕ Çÿлхуçа пире пăрахрĕ, пире Мадиансен аллине пачĕ, тенĕ.

(14) Çÿлхуçа ун çине пăхса çапла каланă: кай та çак вăйхалупа Израиле Мадиансенĕн аллинчен хăтар; Эпĕ яратăп сана, тенĕ.(15) [Гедеон] Ăна каланă: эй Çÿлхуçамăм! Израиле мĕнле çăлаямха эпĕ? ман ăрăвăм та Манассия йăхĕнчи чи чухăн ăру, аттем килĕнче те эпĕ чи кĕçĕнни, тенĕ.

(16) Çÿлхуçа ăна каланă: Эпĕ санпа пĕрле пулăп, эсĕ Мадиансене пĕр çынна пĕтернĕ пек пĕтерсе пăрахăн, тенĕ.

(17) [Гедеон] Ăна каланă: Сан куçу умĕнче тивлетлĕ пултăм пулсан, манпа Эсех калаçатăн пулсан, хăват кăтартсамччĕ мана:

(18) эпĕ çакăнта Сан валли парне илсе киличчен, ăна Сана сĕниччен кунтан ан кайсамччĕ, тенĕ. Вăл: эсĕ таврăниччен Эпĕ кунта юлатăп, тенĕ.

(19) Гедеон кайнă та качака путекки пусса хатĕрленĕ, пĕр Ефа çăнăхран тутлăлла çăкăр пĕçернĕ; ашне пĕрнене хунă, шÿрпине чÿлмеке тултарнă та, çакна юман айне илсе килсе, Ун умне лартнă.

(20) Турă Ангелĕ ăна каланă: ашпа çăкăра çак чул çине хур, шÿрпине çĕре тăк, тенĕ. Вăл çавăн пек тунă.

(21) Çÿлхуçа Ангелĕ аллинчи туйине çĕкленĕ те ун вĕçĕпе ашпа çăкăра тĕкĕннĕ; чулран вут тухнă та ашпа çăкăра çунтарса янă; Çÿлхуçа Ангелĕ вара куçран çухалнă.

(22) Ку Çÿлхуçа Ангелĕ пулнине курсан, Гедеон каланă: эй Çÿлхуçа Патша, пĕтрĕм эпĕ! мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа Ангелне куçакуçăн куртăм, тенĕ.

(23) Çÿлхуçа ăна: тăнăçлăх пултăр сана, ан хăра, вилместĕн, тенĕ.

(24) Гедеон вара çав вырăнта Çÿлхуçа ячĕпе парне вырăнĕ тунă, ăна Яхве Шалом {Çÿлхуçа – канăçлăх} тесе ят панă. Вăл паян кун та Авиезер Офринче упранса ларать.

(25) Çав каç Çÿлхуçа Гедеона каланă: аçу кĕтĕвĕнчен пĕр пăру ил, тата çичĕ çулхи тепĕр пăру ил, аçу пăхса тăракан чÿк вырăнне, Ваала чÿк паракан вырăна, çĕмĕр, унта ларакан киремет йывăççине те касса пăрах;

(26) [хăвна] çак чул хысак тăрринче [курăннă] Çÿлхуçа Турру ячĕпе парне вырăнĕ ту, иккĕмĕш пăрăва ху каснă йывăç вутти çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿр, тенĕ.

(27) Гедеон вара хăйĕн чурисенчен вунă çын уйăрса илнĕ те Çÿлхуçа хушнă пек тунă; анчах та ашшĕ килĕнчи çынсенчен, хула халăхĕнчен хăранипе ку ĕçе кăнтăрла мар, çĕрле тунă.

(28) Ирхине хула халăхĕ вăраннă та — акă Ваала чÿк паракан вырăна çĕмĕрсе тăкнă, ун çумĕнче ларнă йывăçа та касса пăрахнă, çĕнĕ парне вырăнĕ çинче иккĕмĕш пăрăва пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿнĕ.

(29) Çынсем пĕрпĕрне каланă: кам тунăши çакна? тенĕ. Шыранă çав этеме, ыйтаыйта пĕлнĕ, вара: Гедеон, Иоас ывăлĕ, тунă çакна, тенĕ.

(30) Хула халăхĕ Иоаса каланă: илсе тух ывăлна; Ваалăн чÿк вырăнне çĕмĕрнĕшĕн, унта ларакан йывăçа каснăшăн вăл вилĕме тивĕçлĕ, тенĕ.

(31) Иоас хăйне хупăрласа илнĕ халăха çапла каланă: сирĕн Ваал хутне кĕмеллеи, ăна сирĕн хÿтĕлемеллеи? ун хутне кĕрекене çак ир çинчех вилĕм аллине памалла; вăл Турă пулсан, хăйне хăй хÿтĕлетĕр, мĕншĕн тесессĕн унăн чÿк вырăнне çĕмĕрнĕ, тенĕ.

(32) Çав кунран пуçласа Гедеона ĕнтĕ Иероваал {Ваал тавлаштăр} тесе чĕнме пуçланă, мĕншĕн тесессĕн халăх: чÿк вырăнне çĕмĕрнĕшĕн Ваал Гедеонпа хăй сутлаштăр, тенĕ.

(33) Çав вăхăтра Мадиансемпе амаликсем тата тухăç енче пурăнакансем, пĕрле пухăнса, [юханшыв] урлă каçнă та Изреель айлăмĕнче чарăнса тăнă.

(34) Гедеона Турă Сывлăшĕ хупăрласа илнĕ; вăл какăрпа кăшкăртнă та Авиезер йăхне хăй хыçĕнчен пыма йыхăрса илнĕ.

(35) Унтан вăл Манассия ывăлĕсене чĕнме элчĕсем янă, кусем те ун хыçĕнчен пыма килĕшнĕ; Асир патне те, Завулонпа Неффалим патне те элчĕсем янă, вĕсем те ыттисемпе пĕрлешме хирĕç тухса пынă.

(36) Гедеон Çÿлхуçа Турра каланă: Хăв каланă пек, Эсĕ ман аллăмпа Израиле çăлас пулсассăн,

(37) акă эпĕ çакăнта йĕтем çине каснă çăм сарса хуратăп: пĕтĕм çĕр типĕ юлса сывлăм çак çăм çине çеç ÿкес пулсассăн, Эсĕ, Хăв каланă пек, ман аллăмпа Израиле çăласса. пĕлсе тăрăп, тенĕ.

(38) Çавăн пек пулнă та: вăл тепĕр кунне ирирех тăрса çăм пăрма тытăннă та пĕр курка сывлăм шывĕ пăчăртаса кăларнă.

(39) Вара Гедеон Турра каланă: мана ан çилленсемччĕ, эпĕ тата тепре çеç калами, тата тепре çеç çăма сăнаса пăхами: çăмĕ çеç типĕ юлтăр, пĕтĕм çĕр çине сывлăм ÿктĕр, тенĕ.

(40) Турă çав каç çапла тунă та: çăмĕ типĕ пулнă, пĕтĕм çĕр çине сывлăм ÿкнĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

7

(1) Иероваал, вăлах Гедеон, тата унпа пĕрле пынă халăх ирирех тăнă та Харод çăлĕ патĕнче тапăра йĕркеленсе тăнă; Мадиансен тапăрĕ вара вĕсенчен çурçĕр енчи айлăмра Море сăрчĕ патĕнче тăнă.

(2) Çÿлхуçа Гедеона каланă: санпа ытла нумай халăх килнĕ, Эпĕ Мадиансене вĕсен аллине пама пултараймастăп, ун пек тусассăн Израиль Ман умăмра мăнкăмăлланса кайĕ, «мана хамăн аллăм хăтарчĕ» тейĕ; Зçапла ĕнтĕ халăх илтсе тăмалла пĕлтер, кала ăна: «кам та кам хăратьшикленет пулсассăн, вăл Галаад тăвĕ çинчен каялла кайтăр» те. Вара çирĕм икĕ пин çын каялла кайнă, вунă пинĕ çавăнта юлнă.

(4) Çÿлхуçа Гедеона каланă: халăх пĕрех нумайха; эсĕ вĕсене шыв хĕррине илсе ан, Эпĕ унта сан валли суйласа илĕп; кам та кам çинчен Эпĕ: «ку санпа пытăр» тесессĕн, çавă санпа пытăр; кам та кам çинчен «санпа ан пытăр» тесессĕн, вăл ан та пытăр, тенĕ.

(5) Гедеон халăха шыв хĕррине илсе аннă. Çÿлхуçа ăна каланă: кам та кам шыва чĕлхипе йытă евĕр лаккаса ĕçет, çавна айккине уйрăм тăрат, ыттисене, чĕркуçленсе ĕçекенсене, тепĕр енне тăрат, тенĕ.

(6) Ывăçĕнчен лаккаса ĕçекенсем виççĕр çын тупăннă; ытти халăх вара шыва чĕркуçленсе ĕçнĕ.

(7) Çÿлхуçа Гедеона каланă: Эпĕ сире лаккаса ĕçекен виççĕр çынпа çăлăп, Мадиансене сирĕн аллăра ÿкерĕп, ытти пур халăхĕ ĕнтĕ килне кайтăр, тенĕ.

(8) Хăйсем валли вĕсем халăхран апатçимĕçпе какăрсем илсе юлнă та, Гедеон Израильсене пурне те хăйсен чатăрĕсене янă, хăй патне виççĕр çын анчах хăварнă; Мадиансен тапăрĕ вĕсенчен аялта айлăмра пулнă.

(9) Çĕрле Çÿлхуçа Гедеона каланă: тăр, тапăра ан, Эпĕ ăна сан аллуна паратăп;

(10) пĕччен кайма хăратăн пулсассăн, Фура тарçупа пĕрле кай;

(11) эсĕ унта вĕсем мĕн калаçнине илтĕн, вара аллусем тĕреклĕленĕç те, тапăра кайăн, тенĕ. Гедеонпа унăн тарçи Фура тапăра аннă, вăрçа хатĕрленсе тăнă çар çумĕнчех чарăнса тăнă.

(12) Мадиансемпе амаликсем тата тухăç енчен килнисем айлăмра хĕрлĕ шăрчăк пекех йышлă пулнă; вĕсен тĕвисен шучĕ те пулман, нумай пулнă вĕсем — тинĕс хĕрринчи хăйăр пекех.

(13) Гедеон çитнĕ. Акă пĕри тепĕрине тĕлĕк каласа парать: Мадиансен тапăрĕ тăрăх çапçавра урпа çăкăрĕ кусса пырать пек, чатăр патне çитрĕ те çавă, ăна вирлĕн кăна пырса çапăнчĕ те тÿнтерсех ячĕ, чатăр салансах кайрĕ, тет.

(14) Тепĕри ăна хуравласа каланă: ку вăл урăх нимĕн те мар, ку Гедеон хĕçне — Иоас ывăлĕн, Израиль çыннин хĕçне — пĕлтерет; Турă Мадиансемпе пĕтĕм тапăра унăн аллине пачĕ иккен, тенĕ.

(15) Тĕлĕк каласа панине, вăл мĕне пĕлтернине илтсессĕн, Гедеон [Çÿлхуçана] пуççапнă та каялла Израильсен тапăрне таврăннă, каланă унта: тăрăр! мадиансен тапăрне Çÿлхуçа сирĕн аллăра пачĕ, тенĕ.

(16) Вара вăл виççĕр çынна виçĕ ушкăна уйăрнă та вĕсене пурне те какăрпа пушă кăкшăм тата кăкшăма лартма çутаткăç тыттарнă.

(17) Каланă вĕсене: ман çине пăхăр та эпĕ мĕн тунине тăвăр; акă эпĕ тапăра анатăп, эпĕ мĕн тăватăп, эсир те çавна тăвăр;

(18) эпĕ тата манпа пĕрле пыракансем какăрпа кăшкăртса ярсан, эсир те пĕтĕм тапăр тавра какăрпа кăшкăртса ярăр, çав хушăра «Çÿлхуçапа Гедеон хĕçĕ!» тесе кăшкăрăр, тенĕ.

(19) Вара çур çĕр тĕлĕнче Гедеонпа çĕр çын тапăр патне пынă та, хуралçăсене вăратса, какăрпа кăшкăртса янă, аллинчи кăкшăмĕсене çапса салатнă.

(20) Ĕнтĕ виçĕ ушкăнĕ те ка сăрпа кăшкăртса янă, кăкшăмĕсене çапса салатнă, сулахай алăпа çутаткăç тытса, сылтăммипе какăрпа кăшкăртнă, хăйсем: Çÿлхуçапа Гедеон хĕçĕ! тесе кăшкăрнă.

(21) Тапăра йĕритавра хупăрласа илнисем кашнийĕ харпăр хăй вырăнĕнче тăнă; тапăрта талккăшĕпе чупкалама пуçланă, кăшкăрашнă, кайран тарма тытăннă.

(22) Виççĕр çын çапла какăрпа кăшкăртнă хушăра Çÿлхуçа тапăртисене пĕрпĕрне хирĕç хĕç çĕклемеллех çапăçтарса янă, ĕнтĕ Мадиансен çарĕ Царера енне Бефшитта хулине çитичченех, Табафа çывăхĕнчи Авелмехола чиккине çитичченех тарса кайнă.

(23) Вара Неффалимпа Асир йăхĕсенчи, пĕтĕм Манассия йăхĕнчи арçынсене чĕнсе илнĕ, вĕсем Мадиансене хыçран хăваланă.

(24) Гедеон пĕтĕм Ефрем тăвĕ çине элчĕсем янă, унта пурăнакансене çапла калама хушнă: Мадиансене хирĕç тухăр та Иордан урлă каçмалли шыв каççисене Бефвара таранах ярса илĕр, тенĕ. Вара Ефрем ывăлĕсем пурте пуçтарăнса тухнă та Иордан урлă каçмалли шыв каççисене БЕфара таранах ярса илнĕ;

(25) çавăн чухне Мадиансен икĕ çулпуçне — Оривпа Зива — тытнă. Орива — ЦурОрив теекен вырăнта, Зива ИекевЗив теекен вырăнта вĕлернĕ, Мадиансене вара малалла хăваласа кайнă; Оривпа Зив пуçĕсене Гедеон патне Иордан леш енне илсе пынă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

8

(1) Ефрем ывăлĕсем Гедеона ÿпкеленĕ: Мадиансемпе çапăçма кайнă чухне мĕншĕн пире чĕнмерĕн? тенĕ. Вĕсем унпа вăйлă хирĕçнĕ.

(2) [Гедеон] вĕсене каланă: ара, эсир халь мĕн тунине тăвайрăми эпĕ? Ефрем юлашки иçĕм çырлине татсах пĕтĕм пахчана татнă Авиезертан телейлĕрех пулмарĕи?

(3) Турă Мадиансен çулпуçĕсене Оривпа Зива сирĕн аллăра пачĕ, ара, эпĕ сирĕн пек тăвайрăми? тенĕ. Гедеон çапла каласан, ăна ÿпкелекенсен кăмăлĕ çырлахса лăпланнă.

(4) Гедеон Иордан хĕррине аннă, хăй те, хăйпе пĕрле пынă виççĕр çын та тепĕр енне каçнă. Тăшмансене хăваласа вĕсем ĕшенсе [тата выçса] çитнĕ пулнă.

(5) Вăл Сокхоф çыннисене каланă: ман хыçран пыракан халăха çăкăр парсамăр; вĕсем халтан кайнă, эпĕ Зевейпе Салмана, мадиансен патшисене, малалла хăвалатăп, тенĕ.

(6) Сокхоф пуçлăхĕсем каланă: ара, Зевейпе Салман сан аллуна лекнĕ теим, мĕншĕн пирĕн сан çарна çăкăр памалла? тенĕ.

(7) Гедеон каланă вĕсене: çакăншăн, Зевейпе Салмана Çÿлхуçа ман аллăма парсассăн, эпĕ сирĕн çанçурăмăра пушхир кÿкенĕпе тата шăллă тăпачăпа тăпăлтарăп, тенĕ.

(8) Унтан вăл Пенуэл хулине çитнĕ, унта пурăнакансене те çавнах каланă, Пенуэл халăхĕ те ăна Сокхоф çыннисем хуравланă пекех хуравланă.

(9) Вăл Пенуэл çыннисене каланă: çапăçу хыççăн таврăнсан, çак пашнене тĕппипе аркатăп, тенĕ.

(10) Зевейпе Салман ĕнтĕ Каркор теекен вырăна тарнă, вĕсемпе пĕрле пĕр вунпилĕк пинлĕ çар, тухăç çыннисен çарĕнчен чĕрĕ юлнисем, пулнă; хĕçне кăларнă çынсенчен çавăн чухне çĕр çирĕм пин çын пĕтнĕ. пГедеон кайран Новăпа Иогбега хулисенчен тухăç енче, чатăрсенче пурăнакансем патне çитнĕ те вĕсен пĕр шухăшсăр тăракан тапăрне аркатса тăкнă.

(12) Зевейпе Салман малалла тарнă; Гедеон вĕсене хыçран хăваласа кайнă та Мадиансен патшисене, Зевейпе Салмана, иккĕшне те ярса тытнă, çапла пĕтĕм тапăра шуйхатса ÿкернĕ.

(13) Гедеон, Иоас ывăлĕ, вăрçăран вара Херес сăртлăхне çитсен таврăннă.

(14) Вăл пĕр Сокхоф ачине тытнă та унран Сокхоф пуçлăхĕсемпе аслă çыннисем çинчен ыйтса пĕлнĕ; ача çитмĕл çичĕ çын ятне çырса панă.

(15) Вара Гедеон Сокхоф хулине пынă та каланă унти халăха: акă Зевейпе Салман, вĕсене пула манран кулманччĕи эсир, «ара, Зевейпе Салман сан аллуна лекнĕ теим, мĕншĕн пирĕн сан ĕшеннĕ çыннусене çăкăр памалла» теменччĕи? тенĕ.

(16) Вăл ĕнтĕ хулан аслă çыннисене пухнă та, пушхир кÿкенĕпе шăллă тăпачă илсе, Сокхоф çыннисене çавăнпа асап кăтартнă;

(17) Пенуэл пашнине те ишсе антарнă, хула çыннисене вĕлерсе тухнă.

(18) Зевейпе Салмана каланă: эсир Фавор тăвĕ çинче вĕлернĕ çынсем мĕнлерехчĕ? тенĕ. Лешĕсем каланă: вĕсем сан евĕрлĕччĕ, кашнийĕ патша ывăлĕ пекехчĕ, тенĕ.

(19) [Гедеон] каланă: манăн тăванăмсем, аннемĕн ывăлĕсем пулнă вĕсем. Çÿлхуçа курать! эсир вĕсене чĕрĕ хăварнă пулсассăн, эпĕ сире вĕлермен пулăттăм, тенĕ.

(20) Вара вăл хăйĕн малтанхи ывăлне Иефера каланă: тăр, вĕлер вĕсене, тенĕ. Анчах та яш ачи çамрăк пулнăха, хĕçне кăларма хăранă.

(21) Зевейпе Салман каланă: тăр та ху вĕлер пире, мĕншĕн тесессĕн çынна кура вăйĕ, тенĕ. Гедеон тăнă та Зевейпе Салмана вĕлернĕ, унтан вĕсен тĕвисен мăйĕнчен çакса янă тăхисене салтса илнĕ.

(22) Израиль халăхĕ Гедеона каланă: эсĕ пире Мадиансен аллинчен хăтартăн, çавăнпа пирĕн пуç пул, ывăлу та, ывăлун ывăлĕ те пире тытса тăччăр, тенĕ.

(23) Гедеон вĕсене каланă: эпĕ сирĕн пуç пулаймăп, ман ывăлăм та пуç пулаймĕ; сире Çÿлхуçа тытса тăтăр, тенĕ.

(24) Гедеон вĕсене тата çапла каланă: эпĕ сирĕнтен пĕр япала çеç ыйтатăп, хăвăр тупăшăртан мана кашнийĕ пĕрер хăлха алки патăр, тенĕ. [Тăшмансен ку япала нумай пулнă, мĕншĕн тесессĕн вĕсем, Измаил ывăлĕсем, хăлха алкипе çÿренĕ.]

(25) Халăх: паратпăр, тенĕ. Вара тумтир сарса хунă та кашнийĕ çавăнта хăй тупăшĕнчен пĕрер хăлха алки пăрахса панă.

(26) Гедеон ыйтса илнĕ ылтăн алкасем пин те çичçĕр ылтăн [сикль] тайнă, унсăр пуçне тата темĕн чухлĕ тăха, тÿме, Мадиансен патшисенчен хывса илнĕ хĕрхĕлтĕм тум тата тĕвесен мăйĕнчен салтса илнĕ ылтăн вăчăра пуçтарăннă.

(27) Çакăнтан Гедеон ефод тунă, ăна вăл хăй хулинче, Офрăра, упранă, Израиль халăхĕ ĕнтĕ çавăнта пуççапма çÿре пуçланă, Гедеонпа унăн пĕтĕм килĕшĕн вăл серепе пулнă.

(28) Çапла вара Мадиансем Израиль ывă лĕсене парăннă та урăх пуç çĕклемен, Гедеон вăхăтĕнче çĕр çинче хĕрĕх çул лăпкă самана тăнă.

(29) Ĕнтĕ Иероваал, Иоас ывăлĕ, килне таврăннă, хăйĕн килĕнче пурăннă.

(30) Гедеонăн çитмĕл ывăл пулнă, мĕншĕн тесессĕн ун арăм нумай пулнă.

(31) Унăн çумарăм та пулнă, вăл Сихем хулинче пурăннă, çавă ăна ывăл çуратса панă, Гедеон ăна Авимелех ятлă хунă.

(32) Гедеон, Иоас ывăлĕ, ватта çитсе вилнĕ, ăна Авиезер ăрăвĕн хулинче Офрăра ашшĕ тупăклăхне пытарнă.

(33) Гедеон вилсен Израиль ывăлĕсем каллех Ваалсем хыççăн асса çÿреме пуçланă, вĕсем Ваалверифа хăйсен турри вырăнне хунă;

(34) Израиль ывăлĕсем хăйсене йĕритавраллах хупăрласа тăнă пур тăшман аллинчен те хăтарса тăнă хăйсен Çÿлхуçа Туррине аса та илмен;

(35) вĕсем Израиле нумай ырă тунă Иероваал, е Гедеон, килне те хисеплеме пĕлмен.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

9

(1) Авимелех, Иероваал ывăлĕ, Сихем хулине амăшĕн тăванĕсем патне кайнă та вĕсене тата кукашшĕн пĕтĕм йăхне çапла каланă:

(2) Сихем çыннисене ăс парăр: сирĕншĕн Иероваалăн çитмĕл ывăлĕ пуç пулни лайăхрахи е пĕр çын пуç пулни аванрахи? аса илĕр-ха, эпĕ сире юнпа та, ÿтпе те тăван, тенĕ.

(3) Амăшĕн тăванĕсем вара Сихем халăхне çапла каласа ÿкĕте килтернĕ; çынсен чĕри Авимелех майлă çаврăннă, вĕсем: вăл пирĕн тăван, тенĕ.

(4) Ăна Ваалвериф çуртĕнчен çитмĕл сикль кĕмĕл панă; çав укçапа Авимелех çапкаланчăксемпе куштансене тара тытнă, лешĕсем ун хыççăн кайнă.

(5) Вăл Офра хулине ашшĕ килне пынă та хăйĕн тăванĕсене, Иероваалăн çитмĕл ывăлне, пĕр чул çинче вĕлернĕ. Иероваалăн кĕçĕн ывăлĕ Иофам çеç чĕрĕ юлнă, мĕншĕн тесессĕн вăл тарса пытаннă.

(6) Кайран Сихем халăхĕпе пĕтĕм Милло килĕ пĕрле пуçтарăнса Сихем çывăхĕнчи юман патне кайнă та Авимелехе патшана лартнă.

(7) Çакăн çинчен Иофама каласа панă, вăл вара Гаризим тăвĕ çине хăпарнă та ун тăррине тăрса хыттăн кăшкăрса каланă: эй Сихем çыннисем, итлĕр мана, вара сире Турă та итлĕ!

(8) Пĕррехинче йывăçсем хăйсене тытса тăма патша лартасшăн пулнă, вĕсем çу йывăççине каланă: пирĕн патша пулсамччĕ, тенĕ.

(9) Çу йывăççи каланă вĕсене: ара, ман çăвăмпа турăсемпе çынсене чыслаççĕ те, ăна пăрахса хăварса йывăçсем хушшинче сулланса çÿрĕпи? тенĕ.

(10) Йывăçсем смоква йывăççине каланă: эсĕ килĕшсем, пирĕн патша пулсам, тенĕ. “Смоква йывăççи каланă: пылакăма, тутлă çимĕçĕме пăрахса хăварса йывăçсем хушшинче сулланса çÿрĕпи? тенĕ.

(12) Йывăçсем иçĕм йывăçне каланă: эсĕ килĕшсем, пирĕн патша пулсам, тенĕ.

(13) Иçĕм йывăçĕ каланă вĕсене: турăсемпе çынсене хаваслантаракан сĕткеме пăрахса хăварса йывăçсем хушшинче сулланса çÿрĕпи? тенĕ.

(14) Юлашкинчен пĕтĕм йывăç кÿкене каланă: эсĕ килĕшсем, пирĕн патша пулсам, тенĕ.

(15) Кÿкен йывăçсене çапла каланă: эсир мана хăвăра тытса тăма патшана лартса тĕрĕс тăватăр пулсан — килĕр, ман сулхăнăмра канăр; апла мар пулсан, кÿкенрен вут тухĕ те Ливан кедрĕсене çунтарса ярĕ, тенĕ.

(16) Çапла ĕнтĕ шутласа пăхăрха, Авимелехе патшана лартса тĕрĕс турăри эсир, тÿррине турăри? Иероваалпа ун кил-йышне мĕн кăтартрăр, аван турăри, вăл ырă тунине мĕнпе тавăртăр эсир?

(17) Манăн аттем сирĕншĕн çапăçрĕ, хăй пурăнăçне хĕрхенмерĕ, сире Мадиансен аллинчен хăтарчĕ;

(18) халĕ вара эсир ман аттемĕн килне хирĕç тăратăр, аттемĕн çитмĕл ывăлне пĕр чул çинче вĕлертĕр те Авимелехе, хăрхăм ывăлне, вăл сире тăван тивнипе Сихем патшине лартрăр, тенĕ.

(19) Эхер те эсир халĕ Иероваалпа ун килне çакна кăтартса тĕрĕс турăр пулсан, тÿррине турăр пулсан, [сире пиллĕх çиттĕр,] Авимелехшĕн савăнăр, вăл вара сирĕншĕн савăнтăр;

(20) апла мар пулсан, Авимелехрен вут тухтăр та Сихем халăхĕпе пĕтĕм Милло килне çунтарса ятăр, Сихем халăхĕпе пĕтĕм Милло килĕнчен те вут тухтăр, Авимелехе çунтарса ятăр, тенĕ.

(21) Çапла каланă та Иофам чупсах тарнă, вăл Беэр хулине кайнă, унта хăйĕн тăванĕнчен Авимелехрен пытанса пурăннă.

(22) Авимелех виçĕ çул хушши Израиль патшинче ларнă.

(23) – (24) Иероваалăн çитмĕл ывăлĕшĕн тавăрма, вĕсен юнĕ вĕлерекене — хăйсен тăванне, хăйĕн тăванĕсене вĕлернĕ Авимелехе — тата унăн аллине хăйĕн тăванĕсене вĕлерме тĕрек хушнă Сихем çыннисене çиттĕр тесе, Турă Авимелехпе Сихем халăхĕ хушшине усал сывлăш янă, вара Сихем халăхĕ Авимелехе пăхăнми пулнă.

(25) Авимелехе вăрттăн тапăнса тытас шутпа Сихем çыннисем ту тăррисене пытанса ларнă, çавсем хăйсен тĕлĕпе иртсе çÿрекенсене пурне те çаратнă. Çакăн çинчен Авимелехе хыпар çитернĕ.

(26) Евед ывăлĕ Гаал та хăйĕн тăванĕсемпе Сихем хулине пынă, вĕсем хула тăрăх çÿренĕ, Сихем çыннисем çав Гаала шанса пăрахнă.

(27) Вĕсем хире тухнă, иçĕм çырли татнă, ăна юхтаркăчра таптаса, сĕткенне юхтарнă, уяв тунă, хăйсен турри çуртне çÿренĕ, ĕçнĕçинĕ, Авимелехе ылханнă.

(28) Гаал, Евед ывăлĕ, каланă: Авимелех кам вара вăл, Сихемĕ мĕнех тата, мĕншĕн вĕсене пăхăнмалла пирĕн? Ара, вăл Иероваал ывăлĕ мари, ун аслă пуçлăхĕ Зевул мари? Ăна пăхăниччен Сихем ашшĕн, Емморăн, йăхне пăхăнни лайăхрах мари? Авимелехе мĕне кура ĕçлесе тăмалла пирĕн?

(29) Эхер те кам та пулин çак халăха ман аллăма парас пулсан, эпĕ Авимелехе хăваласа янă пулăттăм, тенĕ. Вара Авимелехе каланă пулнă: çарна йышлăлат та хирĕç тух, тенĕ.

(303) евул, хула пуçлăхĕ, Евед ывăлĕ Гаал мĕн каланине илтсен питĕ хытă çилленнĕ.

(31) Вара вăл, чее мел тупса, Авимелех патне элчĕсем ярать, вĕсене çапла калама хушать: акă Гаал, Евед ывăлĕ, тата унăн тăванĕсем Сихеме килчĕç, акă халăха сана хирĕç пăлхатаççĕ;

(32) эсĕ ĕнтĕ хăвăн халăхупа пĕрле çĕрле тăрса тух та хирте пытанса лар;

(33) ирхине вара, ирирех тăрса, хĕвел тухнă чухнех, хулана тапăн; вăл хăйĕн халăхĕпе сана хирĕç тухĕ, эсĕ вара аллу мĕн тăваять, вĕсене çавна кăтарт тейĕр, тет.

(34) Авимелехпе унăн пĕтĕм халăхĕ вара çĕрле тăрса тухнă та Сихем çывăхĕнче тăватă ушкăнпа пытанса ларнă.

(35) [Ирхине] Гаал, Евед ывăлĕ, хула хапхи умне тухса тăнă; Авимелехпе унăн халăхĕ те хăйсем пытанса ларнă çĕртен тухнă.

(36) Гаал, çав халăха курсан, Зевула калать: авă ту тăрринчен халăх анать, тет. Зевул ăна каланă: ту мĕлки сана халăх пек курăнать, тенĕ.

(37) Гаал каллех каланă: авă тÿпемрен халăх анать, пĕр ушкăнĕ Меонним юманĕ енчен килет, тенĕ.

(38) Зевул ăна каланă: эсĕ «Авимелехе пăхăнса тăма камах вара вăл?» теменччĕиха? Эсĕ çак халăха нимĕн вырăнне те хумарăн, халĕ тух та çапăç унпа, тенĕ.

(39) Гаал ĕнтĕ çапăçма тухнă, Сихем çыннисене ертсе малта пынă, Авимелехпе тытăçса ÿкнĕ.

(40) Авимелех ăна хыçран хăваланă, Гаал унран тарнă, хула хапхине çитиччен темĕн чухлĕ çын вилевиле выртса юлнă.

(41) Авимелех Арума теекен вырăнта юлнă, Гаалпа ун тăванĕсене Зевул текех Сихем хулинче пурăнма паман, унтан хăваласа янă.

(42) Тепĕр кунне халăх хире тухнă, çакăн çинчен Авимелехе хыпар çитернĕ.

(43) Вăл хăйĕн халăхне виçĕ ушкăна уйăрнă та вĕсене хирте пытанса ларма хушнă. Хуларан халăх тухнине курсан, ăна тапăнса, пĕтĕмпе аркатса тăкнă.

(44) Авимелех хăй ертсе пынă ушкăнĕпе хула хапхине хупăрласа илнĕ хушăра ытти икĕ ушкăнĕ хирти çынсене тапăннă, вĕсене вĕлерсе тухнă.

(45) Çав кун Авимелех кунĕпех хулапа çапăçнă, хулана ярса илнĕ, унти халă ха пĕтернĕ, хулине вара тĕппипе аркатса, ун вырăнне тăвар сапса тухнă.

(46) Çакăн çинчен илтсен, Сихем пашнинче пулнă пĕтĕм çын ВаалВериф çурчĕн пашнине тарса пытаннă.

(47) Унччен Сихем пашнине пытаннă пĕтĕм çын халь çавăнта пуçтарăнни çинчен Авимелехе хыпар çитернĕ.

(48) Авимелех тата унпа пĕрле пулнă пĕтĕм халăх Селмон тăвĕ çине кайнă, Авимелех хăйпе пĕрле пуртăсем илнĕ пулнă, йывăç турачĕсем касса хулпуççийĕ çине хунă та вăл каланă халăха: эсир эпĕ мĕн тунине куртăр; часрах эсир те эпĕ тунине тăвăр, тенĕ.

(49) Вара пĕтĕм халăх, кашнийĕ, турат касса, ăна Авимелех хыççăн йăтса кайса, пашне çумне çитерсе пăрахнă, унтан вут тивертнĕ, çапла пашнене çунтарса янă, Сихем пашнинче пулнисем — арçынĕ, хĕрарăмĕ, пине яхăн çын — çакăнта пĕтнĕ.

(50) Ун хыççăн Авимелех Тевец хули çине кайнă, ăна хупăрласа туртсах илнĕ.

(51) Хула варринче тĕреклĕ пашне пулнă, арçынĕ, хĕрарăмĕ, пĕтĕм хула халăхĕ çавăнта тарса пытаннă, питĕрĕнсе илсе пашне тăррине хăпарнă.

(52) Авимелех пашне патне çитсе ăна хупăрласа илнĕ, вут тивертес шутпа ун алăкĕ патне пынă.

(53) Çавăн чухне пĕр хĕрарăм Авимелех çине арман чул катăкĕ пăрахса ăна пуçĕнчен шăтарнă.

(54) [Авимелех] тÿрех хăйĕн вăрçă кăралне йăтса çÿрекен çамрăк ачана чĕнсе илнĕ те каланă: ман çинчен «ăна хĕрарăм вĕлернĕ» тесе ан калаччăр, çавăнпа хĕçне кăлар та вĕлер мана, тенĕ. Вара ăна çавă чиксе пăрахнă, Авимелех вилнĕ.

(55) Израиль çыннисем, Авимелех вилнине курсассăн, кашнийĕ хăйĕн килне таврăннă.

(56) Хăйĕн çитмĕл тăванне вĕлерсе ашшĕне усал тунăшăн Авимелехе Турă çапла тавăрнă.

(57) Сихем çыннисен усал ĕçне те Турă хăйсен пуçĕ çинех çавăрнă; вĕсене Иофамăн, Иероваал ывăлĕн, ылханĕ çитнĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

10

(1) Авимелех вилнĕ хыççăн Израиле çăлма Фола çĕкленнĕ. Вăл Иссахар йăхĕнчен тухнă, ун ашшĕ Фуа пулнă, Фуа ашшĕ Додов пулнă. Вăл Ефрем тăвĕ çинчи Шамир хулинче пурăннă.

(2) Вăл çирĕм виçĕ çул хушши Израиль тÿри пулнă, Фола вилнĕ, ăна Шамирта пытарнă.

(3) Ун хыççăн Галаад çĕрĕнчен Иаир çĕкленнĕ, вăл çирĕм икĕ çул хушши Израиль тÿри пулнă.

(4) Унăн вăтăр [икĕ] ывăл пулнă, вĕсем вăтăр [икĕ] çамрăк ашак утланса çÿренĕ, вĕсен вăтăр [икĕ] хула пулнă; паян кунчченех вĕсене Иаир хулисем теççĕ, вĕсем Галаад çĕрĕнче вырăнаçнă.

(5) Иаир вилнĕ, ăна Камон хулине пытарнă.

(6) Израиль ывăлĕсем çав-çавах Çÿлхуçа умĕнче усал тума пăрахман, вĕсем Ваалсемпе Астартăсене, арамейсен туррисене, Сидон туррисене, моавсен туррисене, аммонсен туррисене, Филистимсен туррисене пуççапнă; Çÿлхуçана маннă, Уншăн ĕçлемен.

(7) Вара Çÿлхуçа çилли тулса çитнĕ, Вăл Израиле Филистимсемпе аммонсен аллине панă;

(8) Иордан леш енче, Галаада кĕрекен аморрейсен çĕрĕнче пурăнакан Израиль ывăлĕсене вĕсем вунсакăр çул хушши хĕссе тăнă, асаплантарнă.

(9) Юлашкинчен, Аммон ывăлĕсем Иудăпа Вениамина тата Ефрем килне хирĕç çапăçма Иордан урлă каçнă. Израиль ывăлĕсене калама çук йывăр килнĕ.

(10) Израиль ывăлĕсем вара Çÿлхуçана йĕрейĕре тархасланă, çапла каланă вĕсем: хамăрăн Туррăмăра манса, Ваала пуççапса, эпир Санăн умăнта çылăха кĕтĕмĕр, тенĕ.

(11) Çÿлхуçа Израиль ывăлĕсене каланă: сире Египет çыннисем, аморрейсем, аммонсем, Филистимсем,

(12) Сидон çыннисем, амаликсем, моавсем хĕсĕрлеменччĕи, эсир Мана тархасласан вара Эпĕ сире вĕсен аллинчен хăтарманччĕи?

(13) Эсир вара, Мана манса, ытти турăсене пуççапма тытăнтăр; çавăншăн Эпĕ сире урăх çăлассăм çук;

(14) кайăр та хăвăр суйласа илнĕ турăсене йăлăнăр, хăвăршăн хĕнасаплă вăхăтра сире çавсем çăлса тăччăр, тенĕ.

(15) Израиль ывăлĕсем Çÿлхуçана каланă: çылăха кĕтĕмĕр эпир; Эсĕ пире мĕн тăвас тетĕн, çавăн пек ту, анчах халĕ хăтарсамччĕ пире, тенĕ.

(16) Вара вĕсем ют турăсене пуççапма пăрахнă та Çÿлхуçана [анчах] ĕçлесе тăма тытăннă. Çÿлхуçа ĕнтĕ Израиль асапланнине текех чăтса тăрайман.

(17) Аммонсем пĕрле пуçтарăннă та Галаадра тапăра вырăнаçса тăнă; Израиль ывăлĕсем те пуçтарăннă, вĕсем Массифа теекен вырăна тапăра тăнă.

(18) Халăхпа Галаад çулпуçĕсем пĕрпĕрне çапла каланă: кам та кам аммонсене хирĕç вăрçă пуçлать, çавă пĕтĕм Галаад пуçлăхĕ пулĕ, тенĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

11

(1) Галаад çынни Иеффай питĕ паттăр пулнă. Вăл аскăн хĕрарăм ывăлĕ пулнă; ун ашшĕ Галаад пулнă.

(2) Галаад арăмĕ темиçе ывăл çуратса панă. Çитĕнсе çитсен, çав ывăлсем Иеффая хăваласа янă, каланă ăна: эсĕ урăх хĕрарăм ывăлĕ, çавăнпа эсĕ пирĕн аттемĕр килĕнче еткерлĕх пая кĕрес çын мар, тенĕ.

(3) Иеффай вара, хăйĕн тăванĕсенчен тарса, Тов çĕрĕнче пурăннă; ун тавра ĕнтĕ ĕçсĕр çапкаланса çÿрекенсем пуçтарăннă, вĕсем унпа пĕрле тухса хурах пусса çÿренĕ.

(4) Кăштахран аммонсем Израиле хирĕç вăрçă пуçланă.

(5) Аммонсемпе Израиль хушшинче вăрçă пынă вăхăтра ГалаАдăн аслă çыннисем Тов çĕрне Иеффая чĕнме пынă,

(6) вĕсем Иеффая çапла каланă: таврăн, пирĕн çулпуç пул, аммонсемпе çапăçар, тенĕ.

(7) Иеффай ГалаАдăн аслă çыннисене каланă: мана курайманнисем эсир марччĕиха, аттемĕн килĕнчен хăваласа яракансем эсир марччĕи? инкеке лексен, халь ман патăма килтĕри? тенĕ.

(8) ГалаАдăн аслă çыннисем Иеффая каланă: эпир сана хамăрпа пĕрле пыма, Аммон ывăлĕсене хирĕç çапăçма чĕнетпĕр, эпир сана пĕтĕм Галаад халăхĕн пуçлăхĕ пулма ыйтатпăр, тенĕ.

(9) ГалаАдăн аслă çыннисене Иеффай каланă: эсир мана каялла таврăнса аммонсемпе çапăçма ÿкĕте кĕртсен, Çÿлхуçа вĕсене ман аллăма парсан, эпĕ сирĕн патăрта пуçлăхра юлăпи? тенĕ.

(10) ГалаАдăн аслă çыннисем Иеффая каланă: пирĕн хушшăмăрта Çÿлхуçа кÿнтелен пултăр, эпир эсĕ каланă пек тăвăпăр! тенĕ. иИеффай вара ГалаАдăн аслă çыннисемпе пĕрле кайнă, халăх ăна хăйĕн пуçлăхĕ, хăйĕн çулпуçĕ тунă, Иеффай Массифа хулинче Çÿлхуçа умĕнче хăй калассине пĕтĕмпех каланă.

(12) Аммонсен патши патне Иеффай элчĕсем янă, ăна çапла калама хушнă: санăн манпа мĕн ĕç пур, эсĕ мĕншĕн ман çĕрĕм çине çапăçма килтĕн? “Аммонсен патши Иеффай элчисене каланă: Египетран килнĕ чухне Израиль ман çĕрĕме Арнон шывĕнчен пуçласа Иавокпа Иордан шывĕсем таран туртса илчĕ; çавна ху ирĕкÿпе тавăрса пар мана, [вара каялла кайăп,] тенĕ.(14) [Элчĕсем Иеффай патне таврăннă.] Аммон патши патне Иеффай каллех элчĕсем янă,

(15) ăна çапла калама хушнă: Иеффай акă мĕнле калать: Израиль Моав çĕрне те, Аммон çĕрне те илмен;

(16) Египетран тухсан, Израиль пушхир урлă Хĕрлĕ тинĕс еннелле кайнă, Кадеса çитнĕ;

(17) Израиль çавăнтан Эдом патши патне элчĕсем янă, каланă ăна: «Мана хăвăн çĕрÿпе иртме ирĕк парсамччĕ» тенĕ; анчах Эдом патши ÿкĕте кĕмен; Моав патши патне те элчĕсем янă вăл, анчах ку та хирĕç пулнă; çавăнпа Израиль Кадесрах юлнă.

(18) Вара халăх пушхирпе кайнă, Эдом çĕрĕпе Моав çĕрĕнчен иртсе моавсен тухăç енчи чиккине çитнĕ, Арнон леш енче чарăнса тăнă; анчах Моав çĕрне кĕмен, мĕншĕн тесессĕн Арнон шывĕ Моав чикки пулать.

(19) Унтан Израиль Сигон патне — аморрейсен патшипе Есевон патши патне — элчĕсем янă, Израиль ăна çапла каланă: пире хамăр вырăна хăвăн çĕрÿпе иртме ирĕк парсамччĕ, тенĕ.

(20) Анчах Сигон Израиль халăхне хăй çĕрĕ урлă каçма ирĕк паман, вăл, хăйĕн пĕтĕм халăхне пухса, Иааца хулинче тапăрпа ларнă та Израильпе тытăçса ÿкнĕ.

(21) Çÿлхуçа, Израиль Турри, Сигонпа унăн пĕтĕм халăхне Израиль аллине панă, вăл вара вĕсене тĕппипе çĕмĕрсе тăкнă; Изра иль ĕнтĕ çак вырăнта пурăннă аморрейсен пĕтĕм çĕрне еткерлĕхе илнĕ;

(22) вĕсем аморрейсен пĕтĕм çĕрне — Арнонтан пуçласа Иавок таран, пушхиртен пуçласа Иордан таран — еткерлĕхе илнĕ.

(23) Çапла вара Çÿлхуçа, Израиль Турри, аморрейсене Хăйĕн Израиль халăхĕ умĕнчен хăваласа янă, эсĕ вара ун еткерне туртса илесшĕни?

(24) Эсĕ Хамос, хăвăн турру, мĕн панипе хуçа пулса пурăнмастăни? Эпир те хамăрăн Çÿлхуçа Туррăмăр панă еткерлĕхпе хуçа пулса пурăнатпăр.

(25) Ара, эсĕ Валакран — Сепфор ывăлĕнчен, Моав патшинчен — аванрах-им? Вăл Израильпе хирĕçнĕи е унпа çапăçнăи?

(26) Израиль ĕнтĕ виççĕр çул Есевонра тата ăна пăхăнса тăракан хуласенче, Ароерта тата ăна пăхăнса тăракан хуласенче, Арнон çывăхĕнчи пĕтĕм хулара пурăнать; ара, эсир [вĕсене] мĕншĕн малтанах туртса илмен?

(27) Сан умăнта айăпăм çук манăн, эсĕ вара, мана хирĕç вăрçăпа тухса, ман тĕлĕшрен усал ĕç тăватăн. Çÿлхуçа Тÿре паян Израиль ывăлĕсемпе аммонсем хушшинче тÿре пултăр! тесе калăр, тенĕ элчисене Иеффай.

(28) Анчах та аммонсен патши элчĕсем пĕлтернĕ Иеффай сăмахне тăна илмен.

(29) Иеффай çинче Турă Сывлăшĕ пулнă, вăл Галаад çĕрĕпе тата Манассия çĕрĕпе иртсе Галаад çĕрĕнчи Массифа хули патне çитнĕ, Галаад çĕрĕнчи Массифăран аммонсене хирĕç тухнă.

(30) Иеффай ĕнтĕ Çÿлхуçана сăмах парса хунă: Эсĕ аммонсене ман аллăма парсассăн,

(31) эпĕ аммонсене çĕнтерсе таврăнсассăн, тăван килĕм хапхинчен мана хирĕç мĕн тухĕ, çавă Çÿлхуçана пулĕ, ăна пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿрĕп, тенĕ.

(32) Иеффай вара аммонсемпе çапăçма тухнă, Çÿлхуçа вĕсене ун аллине панă;

(33) вĕсене питĕ вăйлă аркатса тăкнă, Ароер патĕнчен пуçласа Миниф патне çитиччен çирĕм хула туртса илнĕ, АвельКерамим таранах ярса илнĕ, вара Аммон халăхĕ Израиль ывăлĕсене парăннă.

(34) Иеффай ĕнтĕ килне, Массифа хулине, таврăннă, акă ăна хирĕç хĕрĕ тÿнкĕр çапса, хавассăн юрласа тухать: вăл унăн пĕртенпĕр ачи пулнă, унăн урăх ывăл та, хĕр те пулман.

(35) Çакна курсассăн, ашшĕ çийĕнчи тумтирне туртса çурнă та каланă: ах, хĕрĕм, хĕрĕм! эсĕ мана çапсах хуçрăн; эсĕ те ман канăçлăхăма пĕтерекенсен шутĕнчеçке! эпĕ [сан çинчен] Çÿлхуçа умĕнче асăнтăм, ĕнтĕ ăна каялла тăваймăп, тенĕ.

(36) Хĕрĕ ăна каланă: аттемçĕм! эсĕ мана Çÿлхуçамăр умĕнче асăннă — Çÿлхуçа тăшманусене, аммонсене, сан урлă тавăрнă чухне мĕн тума пултăн, ĕнтĕ çавна ту, тенĕ.

(37) Ашшĕне вăл татах каланă: маншăн эсĕ çакна анчах ту: икĕ уйăхлăха яр мана; эпĕ хĕртусăмсемпе пĕрле ту çине кайăп та унта хамăн хĕрлĕхшĕн хурланса йĕрĕп, тенĕ.

(38) Ашшĕ ĕнтĕ: каях, тенĕ. Вара хĕрне икĕ уйăхлăха килтен янă. Хĕрĕ, хăйĕн хĕртусĕсемпе пĕрле ту çине кайса, хăйĕн хĕрлĕхĕшĕн хурланса йĕнĕ.

(39) Икĕ уйăхран вăл ашшĕ патне таврăннă, лешĕ вара хăй мĕн асăнса хунине тунă, çапла унăн хĕрĕ арçынпа çывăхланса курман. Çакă Израиль йăлине кĕрсе юлнă:

(40) Израиль хĕрĕсем кашни çулах ту çине кайса тăватă кун хушши Галаад çыннин Иеффайăн хĕрĕшĕн хÿхленĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

12

(1) Ефрем ывăлĕсем шыв урлă каçса Севина хулине пуçтарăннă та Иеффая ÿпкеленĕ: аммонсемпе çапăçма кайнă чухне мĕншĕн эсĕ пире чĕнмерĕн? эпир сана хăвăн килÿçуртупа пĕрле вутпа çунтарса яратпăр, тенĕ.

(2) Иеффай вĕсене каланă: эпĕ тата ман халăхăм аммонсемпе вăйлă хирĕçнĕччĕ; эпĕ сире чĕнтĕм, анчах эсир мана вĕсен аллинчен çăлмарăр;

(3) эсĕ мана çăлас çуккине курсан, эпĕ, пурăнăçăма хĕрхенмесĕр, аммонсене хирĕç тухрăм, Çÿлхуçа вĕсене ман аллăма ÿкерчĕ; мĕншĕн эсир халĕ манпа çапăçма килтĕр? тенĕ.

(4) Иеффай вара пĕтĕм Галаад халăхне пухнă та Ефрем ывăлĕсемпе çапăçнă, Галаад халăхĕ Ефрем ывăлĕсене пĕтерсе тăкнă, каланă вĕсене: эсир — Ефрем таркăнĕсем, Галаад вара Ефрем хушшинче, Манассия хушшинче пурăнать, тенĕ.

(5) Галаад çыннисем Ефрем ывăлĕсенчен Иордан урлă каçмалли шыв каççине туртса илнĕ, Ефрем йăхĕнчен чĕрĕ юлнисем кам та пулин «Мана тепĕр енне каçма ирĕк парсамăр» тесен, Галаад çыннисем унран: эсĕ Ефрем çынни мари? тесе ыйтнă. Лешĕ: çук, Ефрем мар, тенĕ.

(6) Галаадсем ăна: «шибболет тесе калаха» тенĕ, лешĕ тĕрĕс калайман, «сибболет» тенĕ. Вара çав çынна Иордан хĕрринче шыв каççи патĕнчех чиксе пăрахнă. Çавăн чухне Ефрем ывăлĕсенчен хĕрĕх икĕ пин çын пĕтнĕ.

(7) Иеффай ултă çул хушши Израиль тÿри пулнă, Галаад çынни Иеффай вилнĕ, ăна Галаадри пĕр хулара пытарнă.

(8) Ун хыççăн Израиль тÿри Вифлеем çынни Есевон пулнă.

(9) Унăн вăтăр ывăл пулнă, ун килĕнчен вăтăр хĕр [качча] тухнă, ывăлĕсем валли айккинчен хĕр илсе, вăтăр кин кÿртнĕ, Есевон çичĕ çул хушши Израиль тÿри пулнă.

(10) Есевон вилнĕ, ăна Вифлеемра пытарнă.(11) Ун хыççăн Израиль тÿри Завулон йăхĕнчен тухнă Елон пулнă, вунă çул хушши Израиле сут туса тăнă.

(12) Завулон çынни Елон вилнĕ, ăна Завулон çĕрĕнчи Аиалон хулинче пытарнă.

(13) Ун хыççăн Израиль тÿри Авдон — Гиллел ывăлĕ, Пирафон çынни — пулнă.

(14) Унăн хĕрĕх ывăлпа вăтăр мăнук пулнă, вĕсем çитмĕл çамрăк ашак утланса çÿренĕ; вăл Израиле сакăр çул хушши сут туса тăнă.

(15) Авдон — Гиллел ывăлĕ, Пирафон çынни — вилнĕ, ăна Ефрем çĕрĕнчи Амалик тăвĕ çинче ларакан Пирафон хулинче пытарнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

13

(1) Израиль ывăлĕсем çав-çавах Çÿлхуçа умĕнче усал тума пăрахман, Çÿлхуçа вара вĕсене хĕрĕх çула филистимсен аллине панă.

(2) Çав вăхăтра Цора хулинче Маной ятлă çын пурăннă; вăл Дан йăхĕнчен тухнă; ун арăмĕ хĕсĕр пулнă, ача çуратман.

(3) Çав арăма Çÿлхуçа Ангелĕ курăннă, каланă ăна: акă эсĕ хĕсĕр, ача çуратмастăн; анчах эсĕ йывăр çын пулăн та ывăл çуратса парăн;

(4) эппин, асăрхан — эрех те, çиккер те ан ĕç, таса мар апат ан çи;

(5) акă йывăр çын пулăн та ывăл çуратса парăн, ун пуçне çÿç илекен çĕçĕ сĕртĕнмĕ, мĕншĕн тесессĕн çав ача мĕн çуралнăранпах Турă назорейĕ пулĕ, вăл Израиль халăхне Филистимсен аллинчен çăлма пикенĕ, тенĕ.

(6) Арăм ĕнтĕ упăшкине пырса каланă: ман патăма Турă çынни килсе кайрĕ, пăхма хăй Турă Ангелĕ евĕрлĕ, питех те сумлă курăнать; эпĕ унран ăçтан килнине ыйтмарăм, вăл та мана хăй ятне каламарĕ, тенĕ;

(7) вăл мана çапла каларĕ: «Акă эсĕ йывăр çын пулăн та ывăл çуратса парăн; эппин, эрех те, çиккер те ан ĕç, таса мар апат ан çи, мĕншĕн тесессĕн вăл мĕн çуралса мĕн виличченех Турă назорейĕ пулĕ» терĕ.

(8) Маной Çÿлхуçана кĕлтуса каланă: эй Çÿлхуçамăм! Эсĕ янă Турă çынни пирĕн пата тепре килинччĕ, пире çуралас ачана мĕнле пăхмаллине вĕрентинччĕ, тенĕ.

(9) Турă Маной сассине илтнĕ, ун арăмĕ патне каллех Турă Ангелĕ пынă, ун чухне арăм хирте пулнă, Маной, упăшки, унпа пĕрле пулман.

(10) Арăмĕ тÿрех упăшки патне чупнă, хыпар пĕлтерсе ăна: ман патăма каллех пĕркун килнĕ çын çитрĕ, тенĕ. пМаной хăйĕн арăмĕпе пĕрле çав çын патне пынă та каланă: çак хĕрарăмпа калаçнă çын эсĕ пулатăни? тенĕ. [Ангел] каланă: эпĕ пулатăп, тенĕ.

(12) Маной каланă: апла ĕнтĕ, эсĕ каланă сăмах тÿрре килсен, пирĕн çав ачапа мĕнле пулмалла, ăна мĕнле пăхмалла? тенĕ.

(13) Çÿлхуçа Ангелĕ Маноя каланă: эпĕ арăмна мĕнрен сыхланма каланă, вăл та çавăнтанах сыхлантăр;

(14) вăл иçĕм йывăççи паракан нимĕнле çимĕçе те ан çитĕр; эрех те, çиккер те ан ĕçтĕр, нимĕнле таса мар апат та ан çитĕр, эпĕ унăн амăшне мĕн хушрăм, пурне те çавăн пек тутăр, тенĕ.

(15) Маной Çÿлхуçа Ангелне каланă: эпир сан валли качака путекки хатĕрлĕпĕр, хăвна çавăнччен тытса тăма ирĕк парсамччĕ, тенĕ.

(16) Çÿлхуçа Ангелĕ каланă: эсĕ мана тытса тăрас пулсан та, эпĕ сан çăкăрна çиес çук; Çÿлхуçана пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿрес тетĕн пулсан, парне кÿр, тенĕ. Маной вăл Çÿлхуçа Ангелĕ пулнине пĕлмен.

(17) Маной Çÿлхуçа Ангелне каланă: мĕн ятлă эсĕ? сăмаху тÿрре килсен, пирĕн кама мухтамаллине пĕлесчĕ, тенĕ.

(18) Çÿлхуçа Ангелĕ каланă ăна: эсĕ мĕн ман ятăм çинчен ыйтатăн? тĕлĕнмелле ят вăл, тенĕ.

(19) Маной вара качака путеккипе çăкăр парни илнĕ те чул çинче пĕтĕмĕшпе çунтарса Çÿлхуçана парне кÿнĕ. Çÿлхуçа çавăн чухне хăват кăтартнă, ăна Манойпа ун арăмĕ курнă.

(20) Парне кÿрекен вырăнтан тÿпенелле çулăм хăпара пуçласан, çав çулăм ăшĕнче Çÿлхуçа Ангелĕ хăпарса кайнă. Çакна курсан, Манойпа ун арăмĕ çĕре ÿксе пуççапнă.

(21) Çÿлхуçа Ангелĕ Манойпа ун арăмне курăнми пулнă. Маной вара ку Çÿлхуçа Ангелĕ пулнине ăнкарса илнĕ.

(22) Маной хăйĕн арăмне каланă: эпир Турра куртăмăр, ĕнтĕ вилетпĕр пулĕ, тенĕ.

(23) Арăмĕ ăна каланă: Çÿлхуçа пире вĕлерес тенĕ пулсан, пирĕн аллăмăртан Вăл пĕтĕмĕшпе çунтарса панă парне те, тырă парни те йышăнмастчĕ, пире çакна та кăтартмастчĕ, пире нимĕн те пĕлтерес çукчĕ, тенĕ.

(24) Арăм ывăл çуратса панă, ăна Самсон ятлă хунă. Ача ÿснĕ, ăна Çÿлхуçа пиллесе тăнă.

(25) Ун çинчи Турă Сывлăшĕ Дан ывăлĕсен тапăрĕнче, Цорăпа Естаол хушшинче, палăрма пуçланă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

14

(1) Самсон Фимнафа хулине кайнă, Фимнафăра вăл Филистимсен пĕр çамрăк хĕрарăмне курнă; [лешĕ ăна килĕшнĕ].

(2) Килне таврăнсан вăл ашшĕпе амăшне хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ, каланă вĕсене: Фимнафăра эпĕ Филистимсен пĕр çамрăк хĕрарăмне куртăм; мана çавна качча илсе парăр, тенĕ.

(3) Ашшĕпе амăшĕ каланă ăна: ара, хăвăн тăванусен хĕрĕсем хушшинче, хамăрăн халăх хушшинче хĕр çуким, мĕншĕнха санăн ÿт кастарман Филистимсен хĕрне илмелле? тенĕ. Самсон хăйĕн ашшĕне каланă: çавнах илсе пар, мĕншĕн тесессĕн вăл мана килĕшрĕ, тенĕ.

(4) Ашшĕпе амăшĕ ку вăл Çÿлхуçаран килнине, ывăлĕ Филистимсене тавăрма май шыранине пĕлмен. Ун чухне филистимсем Израиле пусмăрласа тăнă.

(5) Вара ашшĕамăшĕпе пĕрле Самсон Фимнафа хулине кайнă, Фимнафăри иçĕм пахчисем патне çывăхарса пынă чухне акă ăна хирĕç çамрăк арăслан ÿхĕрсе тухнă.

(6) Çавăн чухне Самсон çине Турă Сывлăшĕ аннă та, вăл вара арăслана качака путеккине тăлпаланă пек çурса пăрахнă; аллинче унăн нимĕн те пулман. Хăй мĕн тунине вăл ашшĕне те, амăшне те каламан.

(7) Вăл хайхи хĕрарăм патне çитнĕ, унпа калаçнă, хĕрарăмĕ Самсона килĕшнĕ.

(8) Темиçе кунран вăл çав хĕрарăма илсе килес шутпа тепре кайнă; çула май арăслан виллине курма пăрăнса кĕнĕ — акă ĕнтĕ арăслан кăшкарĕ ăшне çăвăр хурт сăрăннă, пыл пухнă.

(9) Самсон пыл карасне илнĕ те малалла кайнă, çул тăрăх çисе пынă; ашшĕпе амăшĕ патне таврăнсассăн, вĕсене те панă, вара вĕсем те çинĕ; анчах та вăл çак пыла арăслан кăшкарĕнчен илнине каламан.

(10) Ĕнтĕ ашшĕ хĕрарăм килне пынă, Самсон вара унта, кĕрÿ каччă йăлипе, [çичĕ кунлăх] ĕçкĕ тунă.

(11) Самсона курсанах ăна вăтăр пуса каччи суйласа панă, вĕсен ĕнтĕ Самсонпа пĕрлех пулмалла пулнă.

(12) Самсон вĕсене каланă: эпĕ сире тупмалли юмах калатăп; эсир ун тупсăмне çичĕ кун хушшинче, ĕçкĕ пынă хушăра, тупсассăн, тĕрĕс тупсассăн, сире вăтăр синдон* тата улăштарса тăхăнмалăх вăтăр тум парăп;

(13) тупсăмне тупаймасан, сирĕн мана вăтăр синдон тата улăштарса тăхăнмалăх вăтăр тум памалла, тенĕ. Вĕсем ăна: кала юмахна, итлесе пăхă * Çÿхе пиртен çĕленĕ кĕпе. пăр, тенĕ.

(14) Самсон вĕсене каланă: çиекентен — çимелли, вăйлинчен пылакки тухнă, тенĕ. Юмах тупсăмне виçĕ кун хушшинче тупайман.

(15) Çиччĕмĕш кунĕнче вĕсем Самсон арăмне каланă: упăшкуна ÿкĕте кÿртха, унран юмах тупсăмне ыйтса пĕл; унсăрăн хăвна та, аçун килне те вутпа çунтарса яратпăр; ара, эсир пире çаратса юлма чĕннĕ-им?

(16) Самсон арăмĕ ĕнтĕ упăшки умĕнче йĕрейĕре каланă: эсĕ мана кураймастăн, мана юратмастăн; эсĕ ман халăхăм ывăлĕсене тупмалли юмах каларăн, мана вара ун тупсăмне пĕлтересшĕн мар, тенĕ. Вăл арăмне каланă: ун тупсăмне аттемпе аннеме те каламарăм; сана калăпи ара? тенĕ.

(17) Ĕçкĕçикĕ çичĕ кун тăсăлнă, Самсон арăмĕ çичĕ кун упăшки умĕнче макăрнă. Вăл йăлăнайăлăна ыйтнă, юлашкинчен, çиччĕмĕш кунĕнче, Самсон ăна юмах тупсăмне каланă. Арăмĕ çакна хăй халăхĕн ывăлĕсене пĕлтернĕ.

(18) Çиччĕмĕш кунĕнче хĕвел анас умĕн туй каччисем Самсона каланă: пылран мĕн пылакрах? арăсланран мĕн вăйлăрах? тенĕ. Вăл вĕсене каланă: эсир ман пушмак пăрупа сухаламан пулсан, ман юмах тупсăмне тупаймастăрччĕ, тенĕ.

(19) Ун çине Турă Сывлăшĕ аннă, вăл вара Аскалон хулине кайнă та унта вăтăр çын вĕлерсе тумтирĕсене хывса илнĕ, çавна юмах тупсăмне тупнисене кĕпе улăштарса тăхăнма панă. Ĕнтĕ унăн çилли тулса çитнĕ, вăл вара ашшĕ килне таврăннă.

(20) Самсон арăмĕ туйра пуса каччи пулнă йĕкĕте качча тухнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

15

(1) Темиçе кунран, тулă вырнă вăхăтра, качака путекки ертсе Самсон арăмĕпе курăнăçма пынă, вăл: «арăм патне çывăрмалли пÿлĕме кĕремха» тесен, хĕр ашшĕ ăна унта кĕме паман.

(2) Хĕр ашшĕ каланă: эсĕ арăмна курайми пултăн пулĕ терĕм, çавăнпа ăна пуса каччи пулнă тусна патăм; авă йăмăкĕ унран та чипертерех; çавă арăму вырăнне пултăр, тенĕ.

(3) Анчах Самсон вĕсене каланă: халĕ ĕнтĕ Филистимсене усал тусан та вĕсен умĕнче айăплă пулмăп, тенĕ.

(4) Самсон вара виççĕр тилĕ тытнă та вĕсене пĕрпĕрин хÿринчен çыхса, кашни икĕ хÿре хушшине сăмала вут пуçĕ çыхса лартнă;

(5) вут пуçĕсене тивертсе тилĕсене Филистимсен выракан хирне янă, çапла çĕмелсем те, вырман тырă та, иçĕм пахчисемпе çу йывăççин катисем те çунса кайнă.

(6) Филистимсем: кам çапла турĕши? тенĕ. Вара каланă: Самсон — Фимнафа çыннин кĕрÿшĕ — тунă, лешĕ ун арăмне урăх çынна, ун тусне, панă, тенĕ. Филистимсем ĕнтĕ çав хĕрарăма та, ун ашшĕ килне те вутпа çунтарса янă.

(7) Самсон вĕсене каланă: çапла турăр пулин те, эпĕ сире хăвăра та тавăратăп, унсăрăн лăпланмастăп, тенĕ.

(8) Вара вăл вĕсен ури тунисене, пĕççисене çапса ватнă та кайран Етам чул ту хăвăлне кайса пытаннă.

(9) Филистимсем Иудея çĕрне пынă, унта чатăр карсах ларнă, вĕсен тапăрĕ Леха теекен вырăна çитиех тăсăлнă.

(10) Иудея çыннисем каланă: эсир мĕншĕн пире хирĕç тухрăр? тенĕ. Вĕсем каланă: эпир Самсона тытса çыхасшăн, вăл пире мĕн кăтартрĕ, эпир те ăна çавна кăтартасшăн, тенĕ. иВара Иудея çуннисем, виçĕ пин çын, Етам чул ту хăвăлĕ патне кайнă та Самсона каланă: эсĕ пире Филистимсем пусмăрласа тăнине пĕлместĕн-им? эсĕ пире мĕн кăтартрăн? тенĕ. Самсон каланă: вĕсем мана мĕн кăтартрĕç, эпĕ те вĕсене çавна кăтартрăм, тенĕ.

(12) Вĕсем ăна каланă: эпир сана Филистимсен аллине памашкăн çыхса пăрахма килтĕмĕр, тенĕ. Самсон вĕсене каланă: мана вĕлерместпĕр тесе сăмах парăр, тенĕ.

(13) Ăна каланă: çук, эпир сана çыхатпăр çеç, унтан вĕсен аллине паратпăр, вĕлерме вĕлерместпĕр, тенĕ. Вара ăна икĕ çĕнĕ пăявпа çыхнă та ту хăвăлĕнчен илсе тухса кайнă.

(14) Леха патне çывăхарсан, Филистимсем ăна кăшкăрсаахăрса кĕтсе илнĕ. Самсон çине Турă Сывлăшĕ аннă, ун аллине çыхнă пăяв, вут ĕнтнĕ йĕтĕн сÿсĕ пек пулса, çĕре татăлса ÿкнĕ.

(15) Самсон çавăнта ашак янах шăммийĕ асăрханă, аллине тăсса ярса илнĕ те ăна унпа, чĕрĕ янах шăммипе, пин çынна вĕлерсе тăкнă.

(16) Каланă Самсон: ашак янахĕпе эпĕ — пĕр ушкăн, икĕ ушкăн, ашак янахĕпе эпĕ пин çынна вĕлертĕм, тенĕ.

(17) Çапла каласан, янах шăммине айккинелле ывăтнă, çав вырăна вара РамафЛехи {Ывăтнă янах} тесе ят панă.

(18) Унăн çав тери шыв ĕçесси килсе кайнă, вара вăл Çÿлхуçана тархасласа каланă: Эсĕ Хăвăн чуру аллипе аслă çăлăнăç кÿтĕн; халь ĕнтĕ эпĕ шывшăн антăхса вилĕп те ÿт кастарманнисен аллине лекĕп, тенĕ.

(19) Турă хăвачĕпе Лехăри пĕр путăкран çăл тапса тухнă, Самсон тăраниччен шыв ĕçнĕ те сывлăшне çавăрса янă, çавăнпа ку вырăна Йăлăнаканăн çăлĕ тесе ят панă, Лехăра ăна паян кун та курма пулать.

(20) Филистимсен вăхăтĕнче Самсон çирĕм çул хушши Израиль тÿри пулнă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

16

(1) Пĕррехинче Самсон Газа хулине пынă та унта пĕр аскăн хĕрарăма курса ун патне çĕр каçма кĕнĕ.

(2) Хула çыннисене каланă: кунта Самсон килнĕ, тенĕ. Вĕсем çурт тавра çÿренĕ, ăна çĕрĕпе хула хапхи патĕнче сыхласа тăнă, ăна çĕрĕпе пытанса кĕтнĕ, «çутăличчен тăхтатпăр та — вĕлеретпĕр» тенĕ.

(3) Самсон çур çĕрччен çывăрнă; çĕр варринче тăрса хула хапхин алăкне икĕ янахĕнчен çатăрласа илнĕ те сăлăпĕмĕнĕпех çĕклесе хулпуççийĕ çине çавăрса хунă, ăна Хеврон еннелле каякан çул çинче ларакан ту тăррине йăтса кайнă, [çавăнта пăрахса хăварнă].

(4) Çакăн хыççăн вăл Сорек айлăмĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăма юратса пăрахнă; вăл Далида ятлă пулнă.

(5) Çав хĕрарăм патне Филисти хуçисем пынă та каланă: Самсона ÿкĕте кĕртха, шахвăртса пĕлха — унăн çав тĕрлĕ пысăк вăйĕ мĕнрен килетши, ăна çыхса пăрахас, парăнтарас тесен пирĕн мĕн тумаллаши; эпир сана çавăншăн кашнийĕ пин те çĕр сикль кĕмĕл парăпăр, тенĕ.

(6) Далида вара Самсона каланă: çав тĕрлĕ пысăк вăйу сан мĕнрен килет, парăнтарас тесен, сана мĕнпе çыхмалла? тенĕ.

(7) Самсон ăна каланă: мана типмен çичĕ чĕрĕ вĕренпе çыхса пăрахсан, эпĕ вăйран каятăп та ытти çынсем пекех пулатăп, тенĕ.

(8) Филисти хуçисем вара Далидăна типмен çичĕ чĕрĕ вĕрен пырса панă, вăл Самсона çавăнпа çыхса хунă.

(9) [Çав хушăра пĕр çынни унăн çывăрмалли пÿлĕмне пытанса ларнă.] Далида каланă: Самсон! Филистимсем сана тытма килеççĕ, тенĕ. Самсон хăйне çыхнă пăявсене ĕннĕ чÿпĕк çиппине татнă пек татса пăрахнă. Ун вăйĕн туппине тупайман.

(10) Далида Самсона каланă: акă эсĕ мана улталарăн, суеçтертĕн; каласамччĕ халь, мĕнпе çыхмалла сана? тенĕ.

(11) Самсон ăна каланă: халиччен тытман çĕнĕ пăявсемпе çыхсан, эпĕ вăйран каятăп та ытти çынсем пекех пулатăп, тенĕ.

(12) Далида вĕр-çĕнĕ пăявсем илсе Самсона çыхса хунă та каланă: Самсон! Филистимсем сана тытма килеççĕ, тенĕ. [Çав вăхăтра пĕри çывăрмалли пÿлĕмре пытанса ларнă.] Самсон çав пăявсене çип пек татса ывăтнă.

(13) Далида Самсона каланă: эсĕ мана улталатăн та улталатăн, суеçтеретĕн; калаха мана, мĕнпе çыхмалла сана? тенĕ. Самсон ăна каланă: пир тĕртнĕ чухне манăн çичĕ çÿç пайăркине ураççине кĕртсе ярсан, кайран пире пăтапа пир вырăнĕ çумне çапса лартсан [эпĕ вăйран каятăп та ытти çынсем пекех пулатăп], тенĕ.

(14) [Далида ăна хăй чĕрçийĕ çинче çывăратса янă, Самсон çывăрса кайсан, вăл унăн çичĕ çÿç пайăркине илнĕ те] вĕсене пир вырăнĕ çумне çапса лартнă, вара каланă ăна: Самсон, Филистимсем сана тытма килеççĕ! тенĕ. Лешĕ ыйхăран вăраннă та пир вырăнне пирĕмĕнĕпех тăпăлтарса кăларнă; [ун вăйĕн туппине тупайман].

(15) [Далида] ăна каланă: мĕнлеха капла? ху «сана юрататăп» тетĕн, анчах сан чĕрÿ манпа мар, акă ĕнтĕ эсĕ мана виçĕ хутчен улталарăн, çав тĕрлĕ пысăк вăю мĕнтен килнине каламарăн, тенĕ.

(16) Çапла вăл Самсона канăç паман, кашни кун ÿпкеленĕ, йÿтетнĕ, çакă Самсон чунне вилесле пусса çитернĕ.

(17) Вăл вара Далидăна хăйĕн пĕтĕм чĕрине уçса парса каланă: ман пуçăма çÿç илекен çĕçĕ тĕкĕнсе курман, эпĕ мĕн аннерен çуралнăранпах Турă назорейĕ; çÿçĕме кассан, ман вăйăм сÿнет; ун чухне эпĕ вăйран каятăп та ытти çынсем пекех пулатăп, тенĕ.

(18) Самсон хăйĕн пĕтĕм чĕрине уçса панине курсан, Далида Филисти хуçисене чĕнме янă, вĕсене: халь ĕнтĕ килĕр; вăл мана хăйĕн пĕтĕм чĕрине уçса пачĕ, тенĕ. Филисти хуçисем çитнĕ вара, кĕмĕлĕ те аллисенчех пулнă.

(19) [Далида] Самсона хăй чĕрçийĕ çинче çывăратса янă, унтан пĕр çынна чĕнсе илнĕ те ăна Самсонăн çичĕ çÿç пайăркине касса пăрахма хушнă. Самсон вăйсăрланма пуçланă, унтан пĕтĕм вăйĕ пĕтсе ларнă.

(20) Далида каланă: Самсон, Филистимсем сана тытма килеççĕ! тенĕ. Ыйхинчен вăраннă та Самсон каланă: кайăп та унчченхи пекех çăлăнăп, тенĕ. Хăйне Турă пăрахса хăварнине пĕлменха вăл.

(21) Ĕнтĕ Филистимсем ăна ярса тытнă та куçне чиксе шăтарнă, кайран ăна Газа хулине илсе пырса икĕ пăхăр сăнчăрпа сăнчăрланă, Самсон вара тĕрме çыннисен çуртĕнче арман чулĕ çавăрнă.

(22) Çав хушăра унăн пуçĕ çинче, каснă тĕлте, çÿçĕ ÿсме тытăннă.

(23) Филистимсем Дагона, хăйсен туррине, аслă чÿк тума, савăнмахĕпĕртеме пуçтарăннă, каланă вĕсем: туррăмăр Самсона, хамăрăн тăшмана, пирĕн алла пачĕ, тенĕ.

(24) Ăна курсан, халăх та хăй туррине мухтанă: туррăмăр хамăр тăшмана — пирĕн çĕре аркатакана, пирĕн çынсене пĕтерекене — пирĕн аллăмăра пачĕ, тенĕ.

(25) Чĕрисем хавасланса çитсен, каланă вĕсем: Самсона чĕнсе килĕр-ха [тĕрме çуртĕнчен], вăл пире кулăш кăтарттăр, тенĕ. Вара Самсона тĕрме çыннисен çуртĕнчен илсе килнĕ, вĕсем унран кулнăмăшкăлланă, кайран икĕ юпа хушшине тăратнă.

(26) Самсон хăйне ертсе çÿрекен ачана каланă: мана çывăхарах илсе пырха, эпĕ çурт юписене хыпашласа пăхам, вĕсем çумне тĕршĕнем, тенĕ. [Ача çапла тунă та.]

(27) Çуртĕнче халăх лăктулли пулнă — арçынĕ, хĕрарăмĕ; Филисти хуçисем те пурте çавăнта пулнă, хăйсене кулăш кăтартакан Самсона курма çурт тăррине тата виçĕ пине яхăн çын — арçынĕ, хĕрарăмĕ — хăпарса тăнă пулнă.

(28) Самсон ĕнтĕ Çÿлхуçана тархасласа каланă: эй Çÿлхуçа Туррăм! асна илсемччĕ мана, тепре анчах вăй парсамччĕ мана, эй Турă! икĕ куçăмшăн Филистимсене пĕр ăстрăмпа тавăрасчĕ манăн.

(29) Самсон вара çурта тытса тăракан варринчи икĕ юпана, пĕрне — сылтăм хулĕпе, тепĕрине сулахай хулĕпе хирсе, вырăнтан хускатнă.

(30) Самсон каланă: хам та филистимсемпе пĕрле пĕтем! тенĕ. Вара пĕтĕм вăйран хирĕннĕ те, çурт хуçасем çине, вĕсемпе пĕрле пулнă пĕтĕм халăх çине йăтăнса аннă. Хăй вилнĕ чухне [Самсон] темĕн чухлĕ çынна вĕлернĕ, унччен вăл пĕтĕм ĕмĕрĕ тăршшĕнче те çакăн чухлĕ çын пĕтермен.

(31) Ăна хăйĕн тăванĕсемпе ашшĕн пĕтĕм килĕ килсе илсе кайнă та Цорăпа Естаол хушшинче Манойăн, ашшĕн, тупăклăхне пытарнă. Самсон çирĕм çул хушши Израиль тÿри пулнă. [Самсон хыççăн Емегар, Енан ывăлĕ, çĕкленнĕ, вăл ют халăх çыннисене ултçĕр çын вĕлернĕ, вĕсен выльăхчĕрлĕхне те пĕтернĕ. Вăл Израиле хăтарнă.]

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

17

(1) Ефрем тăвĕ çинче пĕр Миха ятлă çын пурăннă.

(2) Вăл хăйĕн амăшне каланă: санăн пин те çĕр сикль кĕмĕл çухалнăччĕ, ăна илекене эсĕ ман умăмра ылхантăн, çав кĕмĕл манра, ăна эпĕ илнĕччĕ, тенĕ. Амăшĕ: ман ывăлăма Çÿлхуçа пиллĕхĕ çиттĕр! тенĕ.

(3) Вăл амăшне пин те çĕр сикль кĕмĕле каялла тавăрса панă. Амăшĕ вара çапла каланă: ку кĕмĕле эпĕ хам ятран [саншăн,] хамăн ывăлăмшăн, Çÿлхуçана халаллама пулнăччĕ, ăна шăратса кĕлеткепе йĕрĕх тутарасшăнччĕ; апла ăна сана паратăп, тенĕ.

(4) Анчах Миха кĕмĕле каялла амăшнех панă. Амăшĕ вара икçĕр сикль кĕмĕл илнĕ те ăна шăратма панă. Шăратаканĕ кĕлетке тата йĕрĕх туса панă. Вĕсем Миха килĕнче упраннă.

(5) Михан хăйĕн туррисене пуççапмалли çурт пулнă. Вăл ефодпа терафим тутарнă, хăйĕн пĕр ывăлне çав çуртра ĕçлесе тăма священника кăларнă.

(6) Ун чухне Израилĕн патша пулман; кашнийĕ мĕн тĕрĕс тесе шутланă, çавна тунă.

(7) Пĕр яш ача, Иуда йăхĕнчен тухнăскер, Левит, Иудея çĕрĕнчи Вифлеем хулинче пурăннă;

(8) ăçта куç курать, çавăнта пурăнăп тесе, çав ача Иудея çĕрĕнчи Вифлеем хулинчен тухса кайнă та çулпа пыруçăн Ефрем тăвĕ çинче ларакан Миха çурчĕ патне çитсе тухнă.

(9) Миха ăна: ăçтан килетĕн эсĕ? тенĕ. Яш ача каланă: эпĕ — Левит, Иудея çĕрĕнчи Вифлеем хулинчен килетĕп, ăçта куç курать, çавăнта пурăнма шутлатăп, тенĕ.

(10) Миха ăна каланă: юл ман патăмра, ман патăмра атте пул, священник пул; эпĕ сана çулталăкне вунă сикль кĕмĕл, кирлĕ тумтир тата ĕçмеçиме парса тăрăп, тенĕ.(11) Левит килĕшнĕ, вара çак çын патĕнче юлнă, вăл унăн ывăлĕсенчен пĕри пекех пулнă.

(12) Миха Левита кĕлĕ йĕркисене туса тăма лартнă, çак яш ача ун патĕнче священник пулнă, Миха килĕнче пурăннă.

(13) Миха каланă вара: халĕ ĕнтĕ Çÿлхуçа мана ырăлăх парĕ, мĕншĕн тесессĕн ман патăмра священникра Левит тăрать, тенĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

18

(1) Çав вăхăтра Израиль халăхĕн патша пулман; çав вăхăтра Дан йăхĕ вырăнаçса çитме пайлăх çĕр шыранă, мĕншĕн тесессĕн Израиль йăхĕсем хушшинче ун валли çаплахха тулли пай пулман.

(2) Дан ывăлĕсем Цора хулипе Естаол хулинчен хăйсен йăхĕнчи пилĕк вăйпитти çыннине çĕр пăхса килме янă, каланă вĕсене: кайăр та курсапĕлсе килĕр, тенĕ. Вара вĕсем Ефрем тăвĕ çинче ларакан Миха çурчĕ патне çитсе тухнă, унта çĕр каçнă.

(3) Мнха килĕнче пулнă чухне вĕсем çамрăк Левита сассинчен палласа илнĕ те ун патне кĕнĕ, ыйтнă унран: сана кунта кам илсе килнĕ? эсĕ кунта мĕн тăватăн, эсĕ мĕншĕн кунта? тенĕ.

(4) Левит вĕсене каланă: Миха ман валли çавнаçавна турĕ, мана тара илчĕ, çапла эпĕ ун патĕнче священник ĕçне туса тăратăп, тенĕ.

(5) Вĕсем ăна каланă: Турăран ыйтха, хамăр каякан çулăмăр ăнăçлă пулĕши, пирĕн çавна пĕлесчĕ, тенĕ.

(6) Священник каланă вĕсене: пĕр пăшăрханмасăр кайăр; эсир каяс çула Çÿлхуçа уçса пырĕ, тенĕ.

(7) Вара леш пилĕк çын малалла кайнă, вĕсем Лаис хулине çитнĕ, унти халăха курнă, вăл, Сидон çыннисен йăлипе, лăпкă та ним шухăшсăр пурăннă, ку çĕрте никам та никама кÿрентермен, пăхăнтарса тăман: вĕсем Сидон хулинчен аякра пурăннă, никампа та çыхăну тытман.

(8) [Çав пилĕк çын] тăванĕсем патне Цорăпа Естаол хулисене таврăннă, тăванĕсем вĕсене: мĕнле хыпар илсе килтĕр? тенĕ.

(9) Вĕсем каланă: каяр та тапăнар вĕсене; эпир питĕ паха çĕр куртăмăр; эсир вара шухăша кайса тăратăр: ан тăхтăр, кайăр та çав çĕре еткерлĕхе илĕр;

(10) унта çитсен, эсир ним шухăшсăр пурăнакан халăх тĕлне пулăр, çĕрĕ те вăл анлă çĕр; Турă ăна сирĕн аллăра парать; унта пурте пур, пурте çителĕклĕ, тенĕ. пВара Цорăпа Естаол хулисенчен, Дан йăхĕнчен, ултçĕр çын вăрçă кăралĕпе авăрланса тухса кайнă.

(12) Вĕсем КириафИарим хулинче, Иудея çĕрĕнче, тапăра чарăнса тăнă. Çавăнпа ку вырăна мĕн паян кунчченех Дан тапăрĕ теççĕ. Вăл КириафИарим хыçĕнче выртать.

(13) Унтан вĕсем Ефрем тăвĕ çине çул тытнă та Миха çурчĕ патне çитсе тухнă.

(14) Лаис çĕрне пăхма кайнă леш пилĕк çын хăйсен тăванĕсене каланă: пĕлетĕри, çакăнти пĕр килте ефод, терафим, кĕлетке тата шăратса тунă йĕрĕх пур; мĕн тумаллине шутлăр эсир, тенĕ.

(15) Вара вĕсем, Миха килне пырса, çамрăк Левит патне кĕнĕ, ăна ырă суннă.

(16) Дан ывăлĕсем, вăрçă кăралĕпе авăрланнă ултçĕр çын, хапха патĕнче тăнă.

(17) Унччен çĕр пăхма çÿренĕ пилĕк çын, шала кĕрсе, кĕлетке, ефод, терафим тата шăратса тунă йĕрĕх илсе тухнă. Священник вăрçă кăралĕпе авăрланнă леш ултçĕр çынпа пĕрле хапха патĕнче тăнă.

(18) Миха çуртне кĕрсе кĕлеткене, ефодпа терафима тата шăратса тунă йĕрĕхе илсен, священник вĕсене: мĕн тăватăр эсир? тенĕ.

(19) Лешĕсем каланă ăна: эсĕ ан шарла, шăп пул та пирĕнпе пĕрле пыр, пирĕн атте, пирĕн священник пул; пĕр çын килĕнче священник пуличчен саншăн Израиль йăхĕнче е ăрăвĕнче священник пулни лайăхрах мари? тенĕ.

(20) Священник савăнсах кайнă, вара ефодпа терафима, кĕлеткене [тата шăратса тунă йĕрĕхе] илсе халăхпа пĕрле кайнă.

(21) Вĕсем каялла çаврăннă, хăйсем хыçа тăрса, ачисене, выльăхчĕрлĕхе, пĕтĕм япалине малтан янă.

(22) Миха çурчĕ патĕнчен чылаях кайсассăн, [Миха тата] унпа кÿршĕллĕ пурăнакансем пĕрле пуçтарăнса Дан ывăлĕсене хăвалама пуçланă,

(23) хыçран кăшкăрнă вĕсене. [Дан ывăлĕсем] çаврăнса пăхнă та Михана каланă: сана мĕн кирлĕ, эсĕ мĕншĕн çапла кăшкăратăн? тенĕ.

(24) [Миха] каланă: эсир эпĕ тунă турăсене тата священника илсе каятăр; кунтан ытларах тата мĕн тăвайăн? эсир мĕнле çапла «сана мĕн кирлĕ?» теме пултараятăр? тенĕ.

(25) Дан ывăлĕсем каланă ăна: шăплан, санăн сассуна урăх илтер мар эпир; асту, пирĕнтен хăшĕхăшĕ çилленсе кайса тапăнĕ те сире, эсĕ хăвна та, хăвăн кил-йышна та пĕтерĕн, тенĕ.

(26) Дан ывăлĕсем вара хăйсен çулĕпе кайнă; Миха, ку çынсем хăйĕнчен вăйлăраххине кура, каялла килне таврăннă.

(27) [Дан ывăлĕсем,] Миха тунă япаласене тата ун патĕнче ĕçлесе тăнă священника илсе, Лаис хулине çитнĕ, унти лăпкă та ним шухăшсăр пурăнакан халăха тапăнса ăна хĕçпе пĕтернĕ, хулине вутпа çунтарса янă.

(28) Вăл хулана никам та пулăшайман, мĕншĕн тесессĕн вăл Сидонран аякра ларнă, никампа та çыхăну тытман. [Çав хула] айлăмра, БефРехов çывăхĕнче, ларнă. Дан ывăлĕсем вара çĕнĕрен хула лартнă, унта пурăнма тытăннă,

(29) хулине хăйсен ашшĕ ячĕпе, Израиль ывăлĕ Дан ячĕпе, Дан тесе ят панă; ĕлĕк çав хула Лаис ятлă пулнă.

(30) Дан ывăлĕсем ĕнтĕ хăйсем патĕнче кĕлетке лартнă; Ионафан вара — Манассия ывăлĕн Гирсонăн ывăлĕ — тата унăн ывăлĕсем Дан йăхĕнче çак вырăнти халăх урăх çĕре куçса кайичченех священниксем пулнă;

(31) Турă çурчĕ Силом хулинче ларнă вăхăтра вĕсем Миха тунă кĕлеткене пуççапса пурăннă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

19

(1) Çавăн чухне, Израилĕн патша пулман вăхăтра, Ефрем тăвайккийĕнче пĕр Левит пурăннă. Вăл Иудея çĕрĕнчи Вифлеем хулинчен хăй валли çумарăм илнĕ.

(2) Çав çумарăм унпа хирĕçнĕ те ашшĕ килне Иудея çĕрĕнчи Вифлеем хулине пăрахса кайнă, унта тăватă уйăх пурăннă.

(3) Упăшки вара, ăна кăмăлне çавăрса каялла илсе килес тесе, ун патне кайнă. Унпа пĕрле пĕр тарçă тата икĕ ашак пынă. Çумарăмĕ ăна ашшĕ килне илсе кĕнĕ.

(4) Çав çамрăк хĕрарăм ашшĕ, кĕрÿшне курсассăн, ăна питĕ хапăл йышăннă, ăна килне кайма памасăр хăналанă. Вăл вара ун патĕнче виçĕ кун пурăннă; вĕсем ĕçнĕçинĕ, çавăнтах çĕр выртса тăнă.

(5) Тăваттăмĕш кунне вĕсем ирирех тăнă, çынни ĕнтĕ кайма пуçтарăннă. Çамрăк хĕрарăм ашшĕ кĕрÿшне каланă: чĕре сурилĕх те пулин çырткаласа илсем, кайран кайăр вара, тенĕ.

(6) Вĕсем çавăнта юлнă, иккĕшĕ пĕрле ĕçнĕ, çинĕ. Çамрăк хĕрарăм ашшĕ çав çынна каланă: тепĕр каçа юлха, савăнха, тенĕ.

(7) Çынни каймах тапраннă, анчах хунĕ ÿкĕте кĕртнĕ те ăна, вăл вара каллех унта çĕр каçма юлнă.

(8) Пиллĕкĕмĕш кунĕнче вăл кайма тесе ирирех тăнă. Çамрăк хĕрарăм ашшĕ каланă ăна: çимесĕр ан кай, чĕре сурилĕх те пулин çырткаласа илсем, ан васкăр, каç енне сулăнсан кайăр, тенĕ. Вара вĕсем иккĕшĕ çинĕ [те ĕçнĕ].

(9) Çын ĕнтĕ каймах тăнă, хăй те, çумарăмĕ те, тарçи те пуçтарăннă. Хунĕ, çамрăк хĕрарăм ашшĕ, каланă ăна: каç енне сулăнчĕ, кунтах çĕр каçăр; часах тĕттĕмленет акă, кунтах çĕр каç, савăнха; ыран иртерех тăрăр та çула тухăр, килне кайăн вара, тенĕ.

(10) Анчах кĕрÿшĕ çĕр каçма килĕшмен, çула тухнă; вăл Иевус хули, хальхи Иерусалим, патне çитнĕ; унпа пĕрле тиевлĕ икĕ ашак тата çумарăмĕ пынă. иИевус патнелле çывăхарнă чухне тĕттĕмленех пуçланă. Вара тарçи хуçине каланă: çак иевусейсен хулине кĕрер те унта çĕр каçар, тенĕ.

(12) Хуçи каланă ăна: çук, вĕсем Израиль ывăлĕсем мар, ют йăх çыннисем, çавăнпа вĕсен хулине кĕместпĕр, Гива хулине çитиччен каятпăр, тенĕ.

(13) Хăйĕн чурине каланă вăл: Гивăна е Рамăна çитĕпĕр те çавăнта çĕр каçăпăр, тенĕ.

(14) Вара малалла кайнă, Вениаминсен хулине Гивăна çитнĕ тĕле хĕвел те анса ларнă.

(15) Вĕсем Гивăра çĕр каçма шут тытнă та çавăнта пăрăнса кĕнĕ. Левит пĕр урам варрине ларнă; анчах вĕсене никам та хăй килне çĕр каçма чĕнмен.

(16) Акă ĕнтĕ пĕр ватă çын хиртен ĕçрен таврăнать; вăл, Ефрем тăвĕ çинче çуралнăскер, Гивăра пурăннă. Ку вырăнта пурăнакансем вара Вениамин ывăлĕсем пулнă.

(17) Ватă çын пуçне çĕклесе пăхнă та урам варринче ларакан çулçÿрен çынна асăрханă. Вара ыйтнă вăл: ăçта каятăн? ăçтан килнĕ эсĕ? тенĕ.

(18) Левит каланă ăна: эпир Иудея çĕрĕнчи Вифлеем хулинчен килетпĕр, Ефрем тăвĕ патне каятпăр, эпĕ хам çавăнти çын; эпĕ Иудея çĕрĕнчи Вифлеема кайнăччĕ, халĕ Çÿлхуçа çурчĕ еннелле çул тытатăп; мана никам та хăй килне чĕнмест;

(19) пирĕн хамăр ашакăмăрсем валли улăм та, апат та пур; хамăр валли санăн чурусен — манăн, çак хăрхăмăн, çак тарçăн — çăкăр та, эрех те пур; пирĕн пурте çителĕклĕ, тенĕ.

(20) Ватă çын каланă ăна: ан пăшăрхан — сана çитменнине эпĕ çитерĕп, анчах урамра çĕр ан каç, тенĕ.

(21) Ватă çын ăна хăй килне ертсе кайнă, унăн ашакĕсене апат панă, хăйсем вĕсем урисене çунă та ĕçмеçиме ларнă.

(22) Вĕсем чунранчĕререн савăнса ларнă вăхăтра акă çав хула çыннисем, аскăнчăксем, вĕсен килне çавăрса илнĕ, алăкран шакканă, ватă кил хуçине каланă: ху патна илсе кĕнĕ çынна илсе тухха, эпир унпа хутшăнасшăн, тенĕ.

(23) Кил хуçи вĕсем патне тухнă та каланă: çук, тăванăмсем, ку çын ман килĕме кĕчĕ пулсан, ман хăна вăл, усал ĕç ан тăвăр, ăссăрла ан хăтланăр эсир;

(24) акă манăн качча кайман хĕр пур, унăн çумарăмĕ пур, эпĕ сире çавсене илсе тухса парăп, пусахлăр вĕсене, мĕн тăвас тетĕр вĕсене — çавна тăвăр; анчах ку çынпа ăссăрла ан хăтланăр, тенĕ.

(25) Анчах вĕсем ăна итлесшĕн те пулман. Вара Левит хăйĕн çумарăмне вĕсем патне урама илсе тухнă. Лешĕсем ĕнтĕ ăна пусмăрланă, çĕрĕпе, ирччен мăшкăлланă. Ăна шуçăм килеспе тин ирĕке янă.

(26) Шуçăм килеспе хĕрарăм, хăйĕн хуçи чарăнса тăнă кил патне çитейсе, алăк умне ÿкнĕ, мĕн çутăличченех çавăнта выртнă.

(27) Ун хуçи ирех тăнă та, çула тухма хатĕрленсе, алăка уçса тухнă: акă çумарăмĕ алăк умĕнче выртать, аллисене алăк урати çине тăсса хунă.

(28) Хуçи ăна: тăр, каятпăр, тенĕ. Анчах хирĕç чĕнни пулман, [мĕншĕн тесессĕн хĕрарăмĕ вилнĕ пулнă]. Хуçи вара ăна ашак çине йăтса хунă та çула тухнă.

(29) Килне çитсен, вăл çĕçĕ илнĕ те çумарăмне вуникĕ пая касса вакланă, кайран вĕсене пĕтĕм Израиль çĕрне салатнă.

(30) Çакна куракансем кашнийĕ: Израиль ывăлĕсем Египет çĕрĕнчен тухнăранпа паян куна çитиччен кун пекки пулман та, курман та, тенĕ. [Тĕрлĕ çĕре ăсатнă хăйĕн çыннисене Левит çапла калама хушса янă: Израиль халăхне çапла калăр: халиччен çакăн пекки пулнăи? тейĕр, тенĕ.] Асăрхăрха çакна, канаш тăвăр та калăр, тенĕ.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

20

(1) Вара пĕтĕм Израиль ывăлĕ, пĕтĕм халăх, Дан хулинчен пуçласа Вирсавия хулинче пурăнакансем таран, тата Галаад çĕрĕнче пурăнакансем, пурте пĕр çын пек Массифа хулине Çÿлхуçа умне пуçтарăннă.

(2) Турă халăхĕн пухăвне [Çÿлхуçа умне] пĕтĕм халăх пуçлăхĕсем, пĕтĕм Израиль йăхĕ пуçтарăннă, хĕç тытнă тăватçĕр пин çуран çын пухăннă.

(3) Израиль ывăлĕсем Массифа хулине пыни çинчен Вениамин ывăлĕсем те илтнĕ. Израиль ывăлĕсем тĕпченĕ: калăрха, мĕнле пулса иртнĕ çав усал ĕç? тенĕ.

(4) Левит, вĕлернĕ хĕрарăмăн упăшки, çапла хуравласа каланă: эпĕ хамăн çумарăмăмпа Вениамин çĕрĕнчи Гива хулине çĕр каçма кĕтĕм;

(5) Гива çыннисем, мана тапăнасшăн пулса, çĕрле пирĕн çурта çавăрса илчĕç; мана вĕлересшĕнччĕ, çумарăмăма вара [мăшкăлласа] асаплантарса пĕтерчĕç, вăл çав асапа тÿсеймесĕр вилчĕ;

(6) эпĕ ĕнтĕ ун виллине касса вакларăм та ăна Израиль пурăнакан пĕтĕм çĕре салатрăм, мĕншĕн тесессĕн вĕсем çак тискер те намăссăр ĕçе Израильре турĕç;

(7) ĕнтĕ эсир, Израиль ывăлĕсем, пурсăр та пĕрле пăхса тухăр та çак ĕçе, татса парăр çакăнта, тенĕ.

(8) Пĕтĕм халăх пĕр çын пек кар тăрса каланă: халь ĕнтĕ эпир пĕри те хамăр чатăра каймастпăр, хамăр киле таврăнмастпăр;

(9) эпир халĕ акă мĕн тăвăпăр: шăпа ярăпăр та Гива çине [кайăпăр], тенĕ;

(10) кашни Израиль йăхĕ çĕр çынран — вунă çын, пин çынран — çĕр çын, вунă пин çынран пин çын уйăрса патăр, çав çынсем Вениамин çĕрĕнчи Гивăна Израильре намăссăр ĕç тунăшăн тавăрма каякан халăх валли апатçимĕç илсе килччĕр, тенĕ. иПĕтĕм Израиль, пĕр шухăшлă пулса, пĕр çын пек, çав хулана хирĕç пуçтарăннă.

(12) Израиль йăхĕсем Вениаминăн пур ăрăвне те çынсем янă, вĕсене: сирĕн патăрта мĕнле ирсĕр ĕç тунă! теме хушнă.

(13) Çав асăх çынсене, Гивăра пурăнакансене, пире тытса парăр; вĕсене вĕлерсе, эпир Израильри усала кăкласа тăкăпăр, тенĕ. Анчах Вениамин ывăлĕсем хăйсен тăванĕсем, Израиль ывăлĕсем, каланине тăнласшăн пулман;

(14) тĕрлĕ хуласенче пурăнакан Вениамин ывăлĕсем Израиль ывăлĕсене хирĕç вăрçăпа тухма Гивăна пуçтарăннă.

(15) Çав кун хуласенчен пуçтарăннă, хĕç тытнă Вениамин ывăлĕсен шучĕ çирĕм ултă пин çынна çитнĕ; унсăр пуçне тата Гивăра пурăнакансенчен çичçĕр çын суйласа илнĕ;

(16) пĕтĕм халăх хушшинчен суйласа илнĕ çав çичçĕр çын лÿкше пулнă, вĕсем сулахай аллипе пуçран тĕллесе чĕвве ярсан, чулĕ нихăçан та айккине ÿкмен.

(17) Вениамин ывăлĕсене шутламасан, хĕç тытнă Израильсем вара тăватçĕр пин çын шутланнă; вĕсем пурте вăрçа юрăхлăскерсем пулнă.

(18) Израиль ывăлĕсем Турă çуртне кайнă та Турăран ыйтса çапла каланă: Вениамин ывăлĕсемпе çапăçма пирĕн хушшăмăртан малтан кам тапăнса тухать? тенĕ. Çÿлхуçа каланă: малтан Иуда [тухать], тенĕ.

(19) Израиль ывăлĕсем вара ирирех тапранса тухнă та Гива çывăхĕнче тапăрăн чарăнса тăнă;

(20) çапла Израильсем Вениамина хирĕç вăрçа тухнă, Гива патĕнче çапăçăва йĕркеленсе тăнă.

(21) Гивăран Вениамин ывăлĕсем хирĕç тухнă, çав кун вĕсем Израильсен çирĕм икĕ пин çыннине пĕтернĕ.

(22) Анчах Израиль халăхĕ сывлăш çавăрса илнĕ те каллех малтанхи кун тăнă вырăнах йĕркеленсе тăнă.

(23) Израиль ывăлĕсем кайнă та мĕн каçчен Çÿлхуçа умĕнче йĕнĕ, ыйтнă Çÿлхуçаран: Вениамин ывăлĕсемпе, тăванăм ывăлĕсемпе, манăн татах çапăçăва кĕмеллеши? тенĕ. Çÿлхуçа: вĕсене хирĕç кайăр, тенĕ.

(24) Иккĕмĕш кунне вара Израиль ывăлĕсем Вениамин ывăлĕсем патне çывăхарнă.

(25) Иккĕмĕш кунне Вениамин та Гива хулинчен вĕсене хирĕç тухнă, вара хĕç тытнă Израиль ывăлĕсенчен тата вунсакăр пин çыннине пĕтернĕ.

(26) Ентĕ пĕтĕм Израиль ывăлĕ, пĕтĕм халăх Турă çуртне кайнă та çĕре ларса Çÿлхуçа умĕнче макăрнă, çав кун вĕсем мĕн каç пуличченех типĕ тытнă, Çÿлхуçана пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесемпе канăçлăх парнисем кÿнĕ.

(27) Израиль ывăлĕсем ĕнтĕ Çÿлхуçаран тархасласа ыйтнă [çав вăхăтра Турă саккунĕн арчи çавăнта пулнă,

(28) Финеес — Аарон ывăлĕн Елеазарăн ывăлĕ — ун умĕнче тăнă]: манăн Вениамин ывăлĕсене, тăванăм ывăлĕсене, хирĕç татах çапăçăва тухмаллаи е тухмалла мари? тенĕ. Çÿлхуçа каланă: тухăр; Эпĕ ăна ыран сирĕн аллăра паратăп, тенĕ.

(29) Израиль вара Гива йĕритавра пытанса ларнă.

(30) Виççĕмĕш кунне Израиль ывăлĕсем Вениамин ывăлĕсене хирĕç тухнă, унчченхи пекех, Гива умĕнче çапăçăва йĕркеленсе тăнă.

(31) Вениамин ывăлĕсем халăха хирĕç тухнă, хуларан аякка кайса, унчченхи пекех, Вефиль еннелле каякан тата хир урлă Гива еннелле каякан çулсем çинче халăха вĕлерме тытăннă, Израильсене вăтăр çын таран вĕлернĕ.

(32) Вениамин ывăлĕсем каланă: вĕсем пирĕн умăмăрта малтанхи пекех тăкăнаççĕ, тенĕ. Израиль ывăлĕсем каланă: хăйсенчен тарнă пек туса, вĕсене хуларан çулсем еннелле пăрса ярар, тенĕ. [Вара çавăн пек тунă.]

(33) Израильсем пурте хăйсен вырăнĕнчен куçса ВаалФамарь патĕнче йĕркеленсе тăнă. Гивăн анăç енĕнче пытанса ларнă Израильсем те тапранса тухнă.

(34) Ĕнтĕ Гива умне пĕтĕм Израиль хушшинчен суйласа илнĕ вунă пин çын çитнĕ те, хаяр çапăçу пуçланнă; анчах Вениамин ывăлĕсем хăйсене инкек кĕтсе тăнине пĕлмен.

(35) Вениамина Çÿлхуçа Израильсем умĕнче аркатса тăкнă, çав кун Израильсем хĕç кăларнă Вениамин ывăлĕсене çирĕм пилĕк пин те çĕр çын пĕтернĕ.

(36) Вениамин ывăлĕсем хăйсем мĕнле пĕтнине курсассăн, Израиль ывăлĕсем каялла чакнă — ĕнтĕ вĕсем Гива çывăхĕнче пытанса ларнă ушкăн пулăшасса шаннă.

(37) Пытанса ларнисем вара васкасах Гивăна ыткăннă, унта çитсе пĕтĕм хулана хĕç айне тунă.

(38) Израильсен тĕп ушкăнĕ пытанса ларнисемпе çапла калаçса татăлнă пулнă: хула тĕлĕнче тĕ тĕм çĕкленсе хăпарни тапăнмаллине пĕлтерет.

(39) Израильсем çапăçу хирĕнчен каялла чаксан, каллех Вениамин хĕстерме пуçланă, ĕнтĕ Израильсен вăтăр çыннине пĕтерсе тăкса «вĕсем пирĕн умăмăрта унчченхи çапăçусенчи пекех тăкăнаççĕ» тенĕ.

(40) Çав хушăра хула тĕлĕнче, юпа пек, тĕтĕм палкаса хăпарнă. Вениамин каялла çаврăнса пăхнă та, акă ĕнтĕ пĕтĕм хуларан пĕлĕтелле тĕтĕм мăкăрланса хăпарать.

(41) Израильсен тĕп ушкăнĕ çитнĕ, Вениамин вара хăйне инкек килсе çапнине курса хăраса ÿкнĕ.

(42) Вĕсем Израильсенчен çул тăрăх пушхирелле тарма пуçланă; анчах вĕсене хыçалтан хĕçпе хăваланă тата вĕсене хуласенчен те тухатуха пĕтернĕ;

(43) хупăрласа илнĕ те Вениамина ăна Менуха теекен вырăна çитиччен хăваласа кайнă, Гива хулин тухăç енне çитичченех пĕтерсе пынă.

(44) Çапла Вениамин ывăлĕсем вунсакăр пин пĕтнĕ, вĕсем пурте вăйпитти çынсем пулнă.

(45) [Чĕрĕ юлнисем] каялла çаврăннă та пушхирелле, Риммон ту хысакĕ патнелле, чупнă, [Израильсем] вĕсене çул тăрăх хăваласа тата пилĕк пин çынна пĕтернĕ; вĕсене Гидома çити хăваланă, вĕсенчен тата икĕ пин çынна вĕлернĕ.

(46) Çав кун пĕтнĕ Вениамин ывăлĕсен шучĕ çирĕм пилĕк пин пулнă, вĕсем пурте хĕç кăларса çапăçнă вăйпитти çынсем пулнă.

(47) [Чĕрĕ юлнисем,] ултçĕр çын, пушхире, Риммон ту хысакĕ патне, тарса кайнă, çавăнта, Риммон чул ту хушăкĕнче, тăватă уйăх пытанса пурăннă.

(48) Израильсем каллех Вениамин ывăлĕсем патне кайнă та вĕсене хĕçпе пĕтернĕ, хулари çынсене те, выльăхчĕрлĕхе те, [пĕтĕм хулисенче] мĕн тĕл пулнă, çавна пĕтĕмпех, тата çул çинче тĕл пулнă пур хулана та вутпа çунтарса янă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

21

(1) Израильсем Массифа хулинче тупа туса каланă: пирĕнтен нихăшĕ те хăй хĕрне Вениамин ывăлне качча парас çук, тенĕ.

(2) Халăх Турă çуртне пухăннă та каç пуличчен Турă умĕнче ларнă, темĕн тĕрлĕ кăшкăрса макăрнă, татăлса йĕнĕ, Зкаланă вĕсем: эй Çÿлхуçамăр, Израиль Турри! мĕншĕн Израильре çакăн пек пулса тухрĕши, Израилĕн мĕншĕн пĕр йăхĕ пĕтрĕши? тенĕ.

(4) Тепĕр кунне халăх ирирех тăнă та çавăнта парне вырăнĕ тунă, унта пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан парнесем, канăçлăх парнисем кÿнĕ.

(5) Израиль ывăлĕсем каланă: Çÿлхуçа умĕнчи пухăва Израиль йăхĕсенчен кам килмесĕр юлнă? тенĕ. Мĕншĕн тесессĕн Массифа хулине Çÿлхуçа умне килменнисене хăрушă ылханпа ылханнă, çав çынсене вилĕм аллине памалла, тенĕ.

(6) Израиль ывăлĕсем Вениамина, хăйсен тăванне, хĕрхеннĕ: Израилĕн пĕр йăхĕ касăлса ÿкрĕçке, тенĕ;

(7) эпир, хамăр хĕрсене вĕсене качча памăпăр тесе, Çÿлхуçа ячĕпе тупа турăмăр, халь ĕнтĕ чĕрĕ юлнисене ăçтан арăм илсе памалла? тенĕ.

(8) Каланă вĕсем: Израиль йăхĕсенчен Массифа хулине Çÿлхуçа умне килменни кам та пулин çуки? тенĕ. Вара тупнă: Галаад çĕрĕнчи Иавис хулинчен Çÿлхуçа умĕнчи пухăва никам та килмен пулнă иккен.

(9) Пĕтĕм халăха пăхса тухнă, чăнах, унта Галаад çĕрĕнчи Иавис хулинчен пĕр çын та пулман.

(10) Вара халăх çавăнта вуникĕ пин вăйпитти çын янă, вĕсене çапла хушнă: кайăр та Галаад çĕрĕнчи Иавис хулине, унта пурăнакансене хĕçпе вĕлерсе тухăр, хĕрарăмсемпе ачасене те пĕтерĕр; пакă мĕнле тăвăр: кирек мĕнле арçынна та, арçынпа хутăшнă кирек мĕнле хĕрарăма та пĕтмелле тупалăр, [хĕрĕсене вара чĕрĕ хăварăр, тенĕ. Çавăн пек тунă та].

(12) Вĕсем, Галаадри Иавис çыннисем хушшинчен арçынпа хутăшман тăватçĕр хĕр тупса, вĕсене Ханаан çĕрĕнчи Силома илсе килнĕ.

(13) Халăх вара Риммон ту хысакĕ хушшине пытаннă Вениамин ывăлĕсем патне вĕсемпе калаçса пăхма çынсем янă, вĕсемпе килĕшÿллĕ пурăнма пулни çинчен пĕлтернĕ.

(14) Вениамин ывăлĕсем [Израильсем патне] таврăннă, вĕсене [Израильсем] Галаад çĕрĕнчи Иавис хĕра рăмĕсенчен чĕрĕ хăварнă хĕрсене качча панă; анчах та хĕрсем çитмен.

(15) Вениаминшăн, Çÿлхуçа Израиль йăхĕсене тĕрĕстĕкел хăварманшăн халăх питĕ пăшăрханнă.

(16) Халăх пуçлăхĕсем каланă вара: ыттисене те арăмлă тăвас тесен мĕн тумаллаши пирĕн? Вениаминăн хăйĕн хĕрарăм çук, вĕсене вĕлерсе пĕтернĕ, тенĕ.

(17) Тата каланă: Вениамин йăхĕ Израиль хушшинчен ан çухалтăр, çавăнпа унăн еткер çĕрĕ чĕрĕ юлнă Вениамин ывăлĕсене пултăр, тенĕ;

(18) анчах эпир вĕсене хамăр хĕрсене качча параймастпăр; мĕншĕн тесессĕн Израиль ывăлĕсем ĕнтĕ Вениамина хĕр паракан ылханлă пултăр тесе тупа турĕç, тенĕ.

(19) Тата каланă: кашни çулах Силом хулинче Çÿлхуçа уявĕ пулать, хули вăл Вефиль хулинчен çурçĕр енче, Вефильтен Сихеме каякан çултан тухăç енче, Левона хулинчен кăнтăр енче ларать, тенĕ.

(20) Вениамин ывăлĕсене вара çапла тума хушнă, каланă вĕсене: кайăр та çавăнта иçĕм пахчине пытан са ларăр,

(21) астăвăр, Силом хĕрĕсем вăйă картине ташлама тухсассăн, иçĕм пахчинчен тухăр та — кашнийĕ хăй валли арăмлăха илме Силом хĕрĕсенчен пĕрне ярса тыттăр та Вениамин çĕрне илсе кайтăр, тенĕ;

(22) хĕрĕсен ашшĕсем е тăванĕсем пире ÿпкелеме килсен, эпир вĕсене çапла калăпăр: пире вĕсемшĕн каçарăр, вăрçăран эпир вĕсем валли кашнийĕ валлиех арăм илсе килеймерĕмĕр, эсир те вĕсене хĕр памарăр; халь ĕнтĕ эсир айăплă, тейĕпĕр, тенĕ.

(23) Вениамин ывăлĕсем вара çапла тунă та: вăйă картине тухнă хĕрсем хушшинчен кашнийĕ хăй валли арăм вăрласа кайнă, хăйĕн пай çĕрне таврăннă, унта хуласем лартса пурăна пуçланă.

(24) Израильсем те ĕнтĕ унтан кашнийĕ хăйĕн йăхне, хăйĕн ăрăвне саланнă, кайран вара кашнийĕ хăйĕн пай çĕрне таврăннă.

(25) Çав вăхăтра Израилĕн патша пулман; кашнийĕ мĕн тĕрĕс тесе шутланă, çавна тунă.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 ]

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.